Шырав: пĕр

Шыракан сăмаха çырăр

Шырав вырăнĕ:

Чăвашла-вырăсла словарь (1982)

абзац

2.
абзац (текстăн пĕр пайĕ)
виçĕ абзац вула — прочитать три абзаца

абориген

абориген (пĕр-пĕр вырăнти тĕп халăх)

авăк

мгновенный, моментальный
пĕр авăк хушшинче — в одно мгновение
авăкран авăка — время от времени
çав авăкрах — в тот же миг
авăк çумăр — быстро проходящий дождь
пĕр авăк çывăрса ил — немного вздремнуть

авăк


пĕр авăка (авка)
— ненадолго, пока
пĕр авăка (авка) ку та пырĕ — пока сойдет и это

авăр

4.
куст
корень

пĕр авăр çĕрулми — куст картофеля

авăт

I.

1.
петь — о птицах,
перевод зависит от сложившихся в русском языке связей слов:

кричать, клекотать, куковать и др.
автан авăтать — петух кукарекает
куккук авăтать — кукушка кукует
путене авăтать — перепел кричит
авăтса яр — запеть, закричать
авăтса ил — пропеть, прокричать
вуник куккук, пĕр карăш авăтаççĕ пĕр харăс — фольк. двенадцать кукушек и один коростель кричат в один голос
Ăмăрткайăка авăтни те килĕшет. — посл. Орла и клекот красит.
Ир авăтакан куккук кукша пулнă, тет. — посл. Кукушка, которая рано закуковала, стала плешивой. (соотв. Рано пташечка запела, как бы кошечка не съела).

авка

пĕр авка — некоторое время, немного
пĕр авка канса ил — отдохнуть немножко

автомагистраль

автомагистраль
пĕр енлĕ çӳремелли автомагистраль — автомагистраль с односторонним движением

авторитарлă

полит.
авторитарный (влаçа пĕр хирĕçлемесĕр пăхăнмалли)
авторитарлă йĕрке — авторитарный режим

агент

1.
агент (пĕр-пĕр учреждени представителĕ, ĕçлĕ çын)
страховани агенчĕ — страховой агент
хатĕрлев кантурĕн агенчĕ — агент заготовительной конторы

адекватлă

адекватный (пĕр тан, пĕр пек)
адекватлă ăнлав — адекватное понятие
адекватлă куçару — адекватный перевод

айăп

2.
физический недостаток, порок, изъян
увечье

лашан пĕр айăп çук — у лошади нет никакого изъяна
айăп туян — получить увечье

айăп ту —
1) обвинять, предъявлять обвинение
2) провиниться, совершить проступок
3) нанести увечье
хам алла хамах айăп турăм — я сам поранил себе руку

айăпсăр

безукоризненно, безупречно
пĕр айăпсăр костюм — безукоризненный костюм
айăпсăр ĕçле — работать безупречно

аккордлă

уст.
аккордный (ĕçшĕн пĕр тăрук ĕçлекен)

аккредитив

аккредитив (пĕр банк е перекет касси теприне укçа пама хушса çырнă хут)
аккредитивпа укçа ил — получить деньги по аккредитиву

аксиома

аксиома (пĕр-пĕр положение çирĕплетме усă куракан кĕрет чăнлăх)

алăм

количество муки, просеиваемое за один прием
пĕр алăм алла — просеять одно решето (напр. зерна)

алмак

2.
кровный, близкородственный
вĕсем пĕр алмак — они кровные родственники (братья и сестры)

ама-аçа

2.
отец и мать, родители
пĕр ама-аçаран çуралнă ачасем — дети одних родителей

амалан

3.
размножаться, умножаться, прибавляться
пĕр пĕрчĕрен пин пĕрче çитиччен амалантăр — пусть одно (зернышко) принесет тысячу зернышек (пожелание урожая)

амальгама

амальгама (пĕр-пĕр металпа чĕркĕмĕл шăранчăкĕ)
пăхăр амальгами — медная амальгама

амеба

амеба (чи ансат пĕр клеткăллă чĕрчун)

анданте

анданте (васкамасăр, пĕр тикĕс каламалли мусăк хайлалăхĕ)

анкер

1.
анкер (сехете пĕр тикĕс çӳреттерекен механизм)

анклав

анклав (пĕр çĕршывăн тепĕр çĕршыв варринче вырнаçнă пайĕ)

аннекси

аннексия (пĕр çĕршыв тепĕр çĕршыв çĕрне вăйпа ярса илни)

ансамбль

ансамблевый
архитектура ансамблĕ — архитектурный ансамбль
инструментсен ансамбль янăравĕ — ансамблевое звучание инструментов
çуртсем пĕр ансамбле пĕрлешеççĕ — здания составляют единый ансамбль

аранжировка

аранжировка (пĕр инструментпа калама çырнă музыка произведенине урăх инструментсем валли майлаштарни)

араслан

1.
разрастаться
хăмла пĕр çултах арасланчĕ — за год хмель сильно разросся

арба

арба (Кавказра, Вăтам Азире — пĕр тĕнĕллĕ урапа)

ареал

биол., лингв.
ареал (пĕр-пĕр пулăм сарăлнă район)

асаплантар

1.
мучить, нести, причинять мучения, страдания
мана пĕр шухăш асаплантарать — меня гнетет одна мысль

асапсăр

без хлопот, без беспокойства
пĕр асапсăр пурăн — жить спокойно, без всяких хлопот

ассимиляци

1.
ассимиляция (пĕр халăх тепĕр халăх чĕлхине, йăлисене йышăнса унпа пĕрпекленсе кайни)

ассимиляци

2. лингв.
ассимиляция (пĕр сасă тепĕр сасса хăйпе пĕрпеклетни)

аталану

1.
развитие, эволюция
ăстăн аталанăвĕ — умственное развитие
ӳт-пӳ аталанăвĕ — физическое развитие
пĕр тикĕс аталану — равномерное развитие
сикчевлĕ аталану — скачкообразное развитие
аталану законĕсем — законы развития

ашшĕ

отца, отцовский
виçĕ ача ашшĕ — отец троих детей
вĕсен ашшĕсем пĕр тăван — их отцы — родные братья

бенефис

театр.
бенефис (пĕре-пĕр артиста чысласа ирттерекен спектакль)

библиографи

библиография (пĕр-пĕр ыйтупа çырнă кĕнекесен списокĕ)

бидон

бидон
пĕр бидон шыв — бидон воды
сĕт бидонĕ — молочный бидон

бойкот

полит.
бойкот (пĕр-пĕр çынна е партие пурте йышăнманни)
бойкот ту — бойкотировать

бум

1.
бум (услам тăвас шутпа экономикăн пĕр-пĕр отрасльне çĕклентерсе яни)

валем

2.
охапка, беремя (сена, соломы)
çуна çине пĕр валем утă хур — положить в сани охапку сена

валемле

3.
разделять, делить на части
пĕр тан валемле — разделить поровну

валеç

раздавать, распределять, делить
пурне те пĕр пек валеç — раздавать всем поровну
ĕç тăрăх валеçмелли принцип — принцип распределения по труду
планпа валеçни — плановое распределение
валеçсе пар — раздавать, распределять, делить
валеçсе тух — раздавать, распределять, делить
валеçсе пĕтер — раздать (все, полностью)

вар

внутренний
вар ӳт — брюшина
вар ӳтлĕ çын — человек с большим животом
вар анни — грыжа
вар ыратать — живот болит
пĕр варта выртнă тăван — единоутробный брат, единоутробная сестра
вар хытиччен кул — смеяться до коликов

вариаци

муз.
вариация (пĕр темăна тĕрлĕрен улăштарса çырнă кĕвĕ)

вăй-хал

собир.
сила, крепость
сила и здоровье
вăй-хал кур — придать силы
вăй-хал пар — придать силы
вăй-хала шеллемесĕр — не жалея сил
пĕр вăй-хал та çук — нет никаких сил
вăй-халтан кай обессилеть
◊ вăй-хал ĕçлевĕ — физический труд

вăкăр

бычий, бычачий
ăратлă вăкăр — племенной бык
кайăк вăкăр — дикий бык, тур
кастарнă вăкăр — вол
вăкăр тирĕ — бычья шкура
вăкăр пек ĕçле — работать как вол
вăкăр пек пăх — набычиться, смотреть злобно, сердито
Аçтăрханта вăкăр пĕр укçа, киле çитиччен пин укçана çитет. — посл. В Астрахани бычок стоит денежку, а с привозом обойдется в тысячу денежек. (соотв. За морем телушка полушка, да рубль перевоз).

вăрманлăх

1.
лес, леса, лесистое место
ял вăрманлăха вырнаçнă — деревня расположена в лесистой местности
Пĕр енĕ вăрманлăх, тепĕр енĕ уйлăх. (Кĕрĕк). — загадка Одна сторона — лес, другая—поле. (Шуба).

верси

версия (пĕр-пĕр ĕç çинчен каласа пани, ăнлантару)
тĕрĕс мар верси — ошибочная версия
çĕнĕ верси сĕн — выдвинуть новую версию

вершук

вершок
пĕр-ик вершук — вершка два

вĕç


пĕр вĕçрен — 1) сплошь, без перерыва 2) параллельно
алкум вĕçĕ — порог дома, крыльцо
пусма вĕçĕ — порог дома, крыльцо
пуç вĕçĕнче — у изголовья
ура вĕçĕнче — в ногах (постели)
чĕлхе вĕçĕнчи сăмах — слова, готовые сорваться с языка
чĕрне вĕçне тар — вставать на цыпочки
чун чĕрне вĕçне çитрĕ — душа ушла в пятки (букв. дошла до кончиков ногтей)

вĕçĕм

непрерывно, беспрестанно, постоянно
вĕçĕм шав — непрерывный шум
вĕçĕм çумăр çăвать — беспрерывно льет дождь
пĕр вĕçĕм — постоянно, беспрерывно

вĕçкĕн

щегольски, щеголевато, франтовато
районта пĕр вĕçкĕн — первый щеголь на районе
вĕçкĕн тумланнă çын — щеголевато одетый человек

вĕт

III.
частица, примыкает только к сказуемому
ведь, же
пиртен ыйтмаççĕ вĕт — нас ведь не спрашивают
паян уяв вĕт — сегодня же праздник
пĕр-пĕрне пулăшас пулать вĕт-ха — надо же помогать друг другу

вобла

вобла
типĕтнĕ вобла — сушеная вобла
пĕр çыхă вобла — связка воблы

вутсыппи

полено
кăмакана пĕр-ике вутсыппи хур-ха — подложи одно-два полена в печку

вырнаçтар

3.
помещать, умещать, вмещать
пĕр йĕркене вырнаçтар — уместить в одну строчку
ку машина пире вырнаçтараймасть — эта машина не вместит нас

галлюцинаци

галлюцинация (чирлĕ пирки куçа темĕн те пĕр курăнни)
галлюцинаципе аптăра — страдать галлюцинациями

гамма

2. перен.
гамма (пĕр евĕрлĕ япаласен йĕрки)
сăрăсен гамми — гамма красок

гарнитур

гарнитур (пĕр-пĕр тĕллеве кирлĕ япаласен пуххи)
гартинутра

гипотеза

гипотеза (пĕр-пĕр пулăма ăнлантарма сĕннĕ çĕнĕ шухăш)
ăслăлăх гипотези — научная гипотеза
гипотеза ту — строить гипотезы

графин

графин
пĕр графин шыв — графин воды

девальваци

девальвация (пĕр-пĕр çершыври укçа хакне йӳнетни)
доллар девальвацийĕ — девальвация доллара
девальваци ту — производить девачьвацию, девальвировать

детонаци

2. тех.
детонация (горючи пĕр харăс, взрыв майлă хыпса илни)
двигательте детонаци пур — в двигателе появилась детонация

дециметр

дециметр (= 10 см)
пĕр тăваткăл дециметр — один квадратный дециметр

диалог

диалог (икĕ е темиçе çын пĕр-пĕринпе калаçни)

дивизион

2. мор.
дивизион (пĕр йышши карапсен соединенийĕ)
миноносецсен дивизионĕ — дивизион миноносцев

династи

1.
династия (пĕр несĕлтен ларса пынă патшасем)

дисквалификаци

дисквалификация (пĕр-пĕр ĕçе тумалли правăна пăрахăçлани)
дисквалификаци ту — дисквалифицировать

диспетчеризаци

диспетчеризация (ĕçе пĕр çĕртен диспетчерсем йĕркелесе пыни)

диспут

диспут (пĕр-пĕр ыйтăва халăх умĕнче сӳтсе явни)
диспут ирттер — провести диспут
диспута хутшăн — диспутировать, принять участие в диспуте

дифтонг

лингв.
дифтонг (икĕ уçă сасă пĕр сыпăка пĕрлешни)

договор

договорный
ăмăрту договорĕ — договор о соревновании
мир килĕшĕвĕ — мирный договор
пĕр-пĕрне пулăшма килĕшӳ — договор о взаимной помощи
килĕшӳ статйисем договорные статьи
килĕшĕвене ратификациле — ратифицировать договор
килĕшӳ ту — заключить договор

доктринер

доктринер (пĕр-пĕр вĕрентĕве ăссăр ĕненекен çын)

досье

досье (пĕр-пĕр ыйтупа е пĕр-пĕр çын çинчен пухнă хутсем)
вăрттăн досье — секретное досье
досье пух — составлять досье

евĕр

наподобие, подобно
как будто, словно, как

стена евĕр хысак — скала наподобие стены
пĕр евĕр çынсем — одинаковые люди
вăл хăйне хуçа евĕр тыткалать — он держится словно хозяин

евĕрлĕн

похоже, схоже, подобно
пĕр евĕрлĕн — одинаково

ен

1.
сторона
аял ен — нижняя сторона
сылтăм ен — правая сторона
сулахай ен — левая сторона
пĕр еннелле — в одну сторону
пур енчен те — со всех сторон
тĕрлĕ енчен — с разных сторон
урам леш енче — на той стороне улицы

ен

2.
сторона, поверхность чего-л.
пит ен — лицевая сторона
тулаш ен — наружная поверхность
шал ен — внутренняя поверхность
медалĕн тӳнтер енĕ — перен. оборотная сторона медали
Пĕр енĕ хир, тепĕр енĕ вăрман. (Кĕрĕк). — загадка Одна сторона — поле, другая сторона. (Шуба).

ен

3.
бок
пĕр енчен тепĕр енне çаврăнкала — переворачиваться с боку на бок

ен

4.
сторона (противостоящая другой)
тăшман енне — на сторону врага
пĕр енчен те сĕтев паман — ни с одной стороны не было придачи (при обмене)

жаргон

жаргон (пĕр-пĕр социаллă ушкăнăн хăйне евĕрлĕ калаçăвĕ)

завод

2. полигр.
завод (тиражăн пĕр наборпа пичетленĕ пайĕ)
кĕнекен пĕрремĕш завочĕ — первый завод книги

знаменатель

мат.
знаменатель
пĕрлехи знаменатель — общий знаменатель
пĕр знаменателе кӳр — привести к одному знаменателю

изоглосса

лингв.
изоглосса (пĕр-пĕр сăмах е чĕлхе уйрăмлăхĕ ăçта-ăçта тĕл пулнине карттă çинче кăтартакан йĕр)
диалект сăмахĕн изоглосси — изоглосса диалектного слова

иккĕлен

2.
сомневаться, колебаться
иккĕленсе калаç — говорить неуверенно, колеблясь
пĕр иккĕленмесĕр — без всякого сомнения
нимĕн иккĕленмелли те çук — нет никаких сомнений
иккĕленсе ан тăр! — не сомневайся!
эс пулăшасси пирки эпĕ иккĕленмен — я не сомневался в твоей помощи

ил

1.
брать, взять
алăпа ил — брать рукой
сĕтел çинчен кĕнеке ил — взять со стола книгу
вилкăпа пĕр турат хăяр ил — подцепить вилкой ломтик огурца

илен

1.
повадиться, привадиться
тилĕ чăх витине иленнĕ — лиса повадилась в курятник
кайăк пĕр аркатнă йăвана тек иленмест — птицы заново не обживают разоренное гнездо

именӳ

робость, застенчивость, стеснение, смущение
нерешительность

хĕр именĕвĕ — девичья застенчивость
вăл хăйне пĕр именӳсĕр тыткалать — он держит себя без всякого стеснения

имитаци

имитация (пĕр-пĕр материала е япалана евĕрлени, ун майлă туни)
мрамор имитацийĕ — имитация мрамора
имитаци ту — имитировать

импульс

импульс (пĕр-пĕр ĕç тума чĕнекен туртăм)

инициал

инициалы (пĕр-пĕр çын ячĕпе хушамачĕн пуçламăш саспаллийĕсем, сăм.: Г. Хирпӳ — Г. Х.)
инициал çыр — проставить инициалы

инстанци

инстанция (пĕр-пĕрне пăхăнса тăракан органсенчен пĕри)
аслă инстанци — высшая инстанция
кĕçĕн инстанци — низшая инстанция
суд инстанцийĕсем — судебные инстанции

интеграци

интеграция (пĕрлешсе пĕр пĕтĕм пулни)
экономикăри интеграци — экономическая интеграция

интервью

интервью (пĕр-пĕр çын журналист ыйтăвĕсене панă хуравсем)
интервью ил — взять интервью
интервью пар — дать интервью
интервью пичетле — напечатать интервью

инфаркт

инфаркт (юн пыман пирки ӳтĕн пĕр-пĕр пайĕ ĕçлеми пулни)

инфузори

инфузория (пĕр клеткăллă питĕ пĕчĕк чĕрчун)

ирт

2.
проходить, миновать
вăхăт иртет — время проходит
иртнĕ вăхăт — 1) пройденный период 2) грам. прошедшее время
пĕр çул иртрĕ — минул год
иртнĕ каç — 1) прошлая ночь 2) минувшей ночью, в прошлую ночь
иртнĕ çулхи — прошлогодний
иртнĕ тапхăр — пройденный этап
çул хыççăн çул иртет — проходит год за годом
пуç ыратни иртрĕ — головная боль прошла
Иртнĕ çумăра юпах тихапа та ан хăвала. — посл. За прошедшим дождем не угонишься и на резвом жеребенке (букв. на стригунке).

йăвантар

2.
опрокидывать, перевертывать
сĕтеле йăвантарса яр — опрокинуть стол
пĕр черкке эрех йăвантар — разг. опрокинуть рюмку вина

йăлтăркка

блестящий, сверкающий, сияющий
ахах йăлтăркки — блеск жемчуга
йăлтăркка хут — блестящая бумага
Тăватă кăлтăркка, икĕ йăлтăркка, пĕр мăрăлкка. (Автомобиль). — загадка Четыре катка, два огонька, один ревун. (Автомобиль).

йăнăшсăр

без ошибок, без погрешностей, без искажений
безошибочно, правильно

пĕр йăнăшсăр — безошибочно, без единой ошибки
йăнăшсăр сыр — писать без ошибок

йăпанчăк

утешительный, отрадный
пурнăçри пĕртен-пĕр йăпанчăк — единственная отрада в жизни

йăх

родовой, племенной
йышлă йăх — многочисленное племя
тĕрĕк йăхĕсем — тюркские племена
этем йăхĕ — человеческий род
йăх йĕрки — родословная
йăх пуçĕ — родоначальник
йăх ашшĕ — родоначальник
пĕр йăх çынни — соплеменник, единоплеменник
ют йăх çынни — иноплеменник
йăх ячĕ — родовая фамилия
чаплă йăхран тухнă çын — выходец из именитого рода, родовитый человек
йăхĕ те юлман —
1) никого из рода не осталось (о людях)
2) не осталось и в помине, все вымерли (о животных)

йĕр

I.

1.
след
отпечаток

мулкач йĕрĕ — заячьи следы
пӳрне йĕрĕ — отпечатки пальцев
çара ура йĕрĕ  — следы, отпечатки босых ног
йĕр йĕрле — идти по следу, выслеживать
йĕр çине ӳк — напасть на след
йĕр çухат — 1) потерять след 2) заметать следы
йĕрĕ те çухалнă — и след простыл
йĕрĕ те юлман — не осталось и следа
йĕр ту — 1) наследить (грязными ногами) 2) проложить след
Пĕр çын каять — йĕр юлать, çĕр çын çӳрет — çул пулать. — посл. Один человек пройдет — след останется, сто человек пройдет — дорога проляжет.

йĕрке

2.
ряд, строй, шеренга
пĕр йĕркене тăрса тух — выстроиться в одну шеренгу
йĕркерен кăлар — 1) выводить из строя 2) перен. развращать, портить

йӳн

2.
звено (забора)
пĕр йӳн карта сӳт — разобрать одно звено забора

йӳтĕм

повод, предлог
причина, основание

тавлашу йӳтĕмĕ — причина спора
йӳтĕм шыра — искать повод
пĕр йӳтĕмсĕр — без всякой причины
хирĕçме йӳтĕм çук — нет причины для ссоры
мĕн йӳтĕмпе килтĕр? — по какому поводу вы явились?

йышши

2.
относящийся к какому-л. сорту, разряду, типу
пăрçа йышши культурăсем — бобовые культуры
пĕр йышши — однообразный, однородный
хаклă йышши — дорогой, драгоценный
урăх йышши — другого сорта, типа, вида
шултра йышши çĕр çырли — сорт крупной клубники
осетр йышши пулăсем — осетровые, семейство осетровых

кавар

1.
уговор, соглашение, сговор
пĕр кавар пул — быть в сговоре, заодно

каварлă

состоящий в заговоре, сговоре
каварлă ĕç — заговор

пĕр каварлă пул
— сговориться, быть заодно

каварлăн

пĕр каварлăн — как по сговору

казначейство

казначейство (хăш-пĕр патшалăхсенче — укçа-тенкĕ упранине асăрхакан орган)

калăп

колодочный, болваночный
атă калăпĕ — сапожная колодка
çăматă калăпĕсем — колодки для валенок
çăпата калăпĕ — колодки для лаптей
шлепке калăпĕ — болванка для шляп
эсир иксĕр те пĕр калăпран — вы оба одинаковы, два сапога — пара (букв. на одну колодку)

калпак

1.
головной убор облегающего типа,
перевод зависит от контекста:

колпак, капор, чепец, шапочка, шапка т. ыт.
ача калпакĕ — (детский) чепчик
çыхнă калпак — вязаная шапочка (женская)
хĕр калпакĕ — старинный свадебный головной убор девушек в виде длинного мешочка
шерепеллĕ калпак — колпак с кисточкой
ман пуçăмри шур калпак мамăклăрах пулинччĕ — фольк. если бы белая шапочка на мне была еще более пушистой
Пĕр калпак айĕнче çичçĕр касак. (Мăкăнь). — загадка Под одной шапкой — семьсот казаков. (Головка мака).

камит

комедийный
камит кăтарт — 1) показывать комедию 2) смешить  
музыкăллă камит — музыкальная комедия
пĕр актлă камит — одноактная комедия
камит актерĕ — комедийный актер
камит стилĕ — комедийный стиль
камит ларт — поставить комедию

кан

1.
отдыхать
ларса кан — сесть и отдохнуть
канса ил — отдохнуть немного, передохнуть
канмалли кун — выходной, выходной день
пĕр канмасăр — без передышки
шыва кана-кана ĕç — пить воду медленно, не залпом

кана

пĕр кана — некоторое время, необходимое количество времени
пĕр кана ĕçле, тепĕр кана кан — немного поработать, потом немного отдохнуть
тепĕр канаран çил лăпланчĕ — через некоторое время ветер утих

канаш

2.
сговор
уговор, соглашение

канаша кил — прийти к соглашению
канаш тыт — сговариваться
ик карчăкăн пĕр канаш: ăçта сăра, унталла — фольк. две старушки договариваются об одном: идти туда, где пирушка

канаш

3.
согласие
взаимопонимание

пĕр канаш пурăн — жить в согласии

канашлă

согласованный, согласный, имеющий договоренность
канашлă ĕç — согласованная работа
канашлă туссем — друзья-единомышленники
пĕр канашлă пул — договориться, быть единодушным

канашлăн

единодушно, в согласии
заодно

пĕр канашлăн — единодушно

канăçсăр

3.
без отдыха, без передышки
пĕр канăçсăр ĕçле — работать без всякого отдыха

кап

3.
подражание капанью,
кап

кап тумларĕ пĕр тумлам — кап — упала капля
кап-кап — подражание многократному капанью кап-кап

капан

I.
копна, стог
утă капанĕ — стог сена
ыраш капанĕ — копна ржи
капан вырăнĕ — стоговище
капан тĕпĕ — остожье, подстожье
капан шăччи—  стожар
капан хыв — копнить, стоговать, метать стог
Пĕр капана пилĕк ĕне туртать. (Çăм арлани). — загадка Пять коров тянут сено из одной копны  (Прядение шерсти).
укăлчаран тухрăм, утă çултан, улт ураллă капан ларттартăм — фольк. вышел за околицу и накосил столько сена, что сметали стог на шести настилах

капăрлан

5.
громоздиться, сгрудиться
пăр катăкĕсем пĕр-пĕрин çине капăрланаççĕ — льдины громоздятся друг на друга

капитуляци

капитуляция (çĕнтерекене парăнни)
пĕр сăмахсăр капитуляци — безоговорочная капитуляция
капитуляци килĕшĕвĕ — акт о капитуляции

каплам

4.
охапка
пĕр каплам утă — охапка сена

карăш

I.
коростель, дергач
вуник куккук, пĕр карăш авăтаççĕ пĕр харăс — фольк. двенадцать кукушек и один коростель кричат дружно, в один голос
Пур чух путене, çук чух карăш. — посл. Дичи много — едим перепелку, а нет — и дергач сойдет. (соотв. На безрыбье и рак рыба).

карăш кĕпçи
— дикая петрушка

карт

4.
деление, отметка (на измерительной шкале)
термометр ртучĕ пĕр карт хăпарнă — ртуть в термометре поднялась на одно деление

карт

7. уст.
доля, единица (величина для соотносительного исчисления неоднородных предметов, разного скота и т. п.)
пĕр ĕне — пĕр карт, пĕр качака — çур карт, пĕр сурăх— чĕрĕк карт — одна корова — одна единица, одна коза — пол-единицы, одна овца — четверть единицы

карта

6.
ряд, вал (скошенной травы)
пĕр карта утă тавăр — переворошить валок сена

кас

10.
бить копытами, клювом
лягаться
клеваться

лаша касать — лошадь бьет копытами
Пĕр каска урлă икĕ автан пăхаççĕ, пĕр-пĕрне касаймаççĕ. (Куç). — загадка Два петуха смотрят друг на друга через колоду, да клюнуть не могут. (Глаза).

касă

4.
часть чего-л.
хулан пĕр касси шыв ку енче, тепĕр касси шыв леш енче — одна часть города на этой стороне реги, другая — на той

касă

6. чаще с числ. пĕр
общее название группы животных, движущихся предметов, людей
— перевод зависит от сложившихся в русском языке связей слов:

стая, стайка, косяк, группа и т. д.
пĕр касă ача — стайка ребятишек
пĕр касă салтак — группа, отряд солдат
пĕр касă сурăх — небольшое стадо овец
пĕр касă пулă — косяк рыбы
пĕр касă пĕлĕт иртсе каирĕ — пронеслась стая облаков

касă

7. с числ. пĕр
некоторое время
пĕр касă çумăр çурĕ — некоторое время шел дождь
пĕр касă çил вĕрчĕ — некоторое время дул ветер

касă

II.

1.
борозда
полоса

суха касси — борозда
тырă пĕр касă та акăнман — не засеяно ни одной полоски

касăк

порывистый
пĕр касăк çил — порыв ветра

кастăлăх

кастовость (кастăсем пĕр-пĕринпе хутшăннанни)

касу

3.
доля, единица соотносительного исчисления (при плате за пастьбу скота)
ĕнешĕн пĕр касу, тăватă сурăхшăн пĕр касу тӳлемелле — платить за корову одну долю и за четыре овцы — одну долю

каçхине

1.
вечером
ночью

пĕр каçхине — однажды вечером, однажды ночью
каçхине çумăр çума пуçларĕ — вечером начался дождь

катăк

с изъяном
катăк шăл —
1) щербатый зуб
2) прост. беззубый

катăк тута —
1) губа с изъяном
2) перен. прост. дырявый рот
3) перен. заяц

ку япалан пĕр катăк çук — эта вещь без единого изъяна

катка

кадочный
катка çарти — утор в кадке
катка шултăрканă — кадка рассохлась
пĕр катка хăяр тăварларăмăр — мы засолили кадушку огурцов
вуник юман пĕр кутра: кассан каска лулмĕ-ши, çур-сан суркам пулмĕ-ши, тусан катка пул-мĕ-ши? — фольк. двенадцать дубов растут вместе: коли срубить — будут плахи, расколоть их— будет клепка, сколотить — будет кадка

кашни-пĕр

каждый
кашни-пĕр каланине ан итле! — ты не каждого слушай!

каялла

2.
раньше,... тому назад
пĕр уйăх каялла — месяц тому назад, месяцем раньше

кăвакал

утиный
кăвакал ами — утка
ама кăвакал — утка
кăвакал аçи — селезень
аçа кăвакал — селезень
кайăк кăвакал — дикая утка
кукша кăвакал — лысуха (порода уток)
шурă кăвакал — пекинская утка
кăвакал ашĕ — утятина
кăвакал çăмарти — утиное яйцо
кăвакал чĕппи — утенок
пĕр пуслăх кăвакал — утиный выводок
Кăвакал çиме кай та хурна янтăла, теççĕ. — посл. Идешь есть утку, готовь гуся. (соотв. Долг платежом красен).
Аптранă кăвакал кутăн чăмнă, тет. — посл. Растерявшаяся утка задом ныряет.

кăлар

19.
произносить, выговаривать, говорить
пĕр сăмах та кăлармарĕ — он не сказал ни слова

кăмака

печной
пысăк кăмака — русская печь
плиталлă кăмака — плита (кухонная)
тимĕр кăмака — железная печка, буржуйка разг.
кăмака айĕ — подпечек
кăмака ани — устье печи
кăмака çăварĕ — устье печи
кăмака мăрйи — печная трубă
кăмака тăвакан — печник
кăмака тĕпĕ — под печи
кăмака умĕ — шесток
кăмака шăтăкĕ — печурка
кăмака ту — класть печь
кăмака хут — топить пĕчку
пĕр кăмака хутмалăх вутă — дрова на одну топку
кăмака туртмасть — в печке нет тяги
старик кăмака çинче ларать — старик сидит на печй

кăмăлла

1.
любить кого-что-л.,
симпатизировать
кому-чему-л.,благоволить к кому-л.
кăмăлламалла çын — симпатичный человек
кăмăлласа вула — читать с удовольствием
вĕсем пĕр-пĕрне кăмăллаççĕ — они любят друг друга
эпĕ ăна кăмăлламастăп — он мне несимпатичен, я его не люблю

кăмăллăн

4.
с опр.
выражает разные по характеру чувства:

ăшă кăмăллăн — радушно, приветливо
вашават кăмăллăн — радушно, приветливо
йăваш кăмăллăн — кротко
пĕр кăмăллăн — единодушно
çирĕп кăмăллăн — твердо, стойко
таса кăмăллăн — чистосердечно
тулли кăмăллăн — удовлетворенно, с удовлетворением
тӳрĕ кăмăллăн — честно, искренне
уçă кăмăллăн — 1) щедро 2) с открытой душой

кăнтарăм

2.
кусок ткани, холста
пĕр кăнтарăм пир — кусок холста

кăрла

2.
рокотать
станок пĕр тикĕс кăрлать — станок мерно рокочет

кăшăл

II. подр.

1.
подражание шелестящему шуму
пĕр ушкăн çерçи кăшăл! вĕçсе иртсе кайрĕ — с шумом пролетела стая воробьев
кăшăлл — усил. от кăшăл 1.

квас

квасной
çăкăр квасĕ — хлебный квас
пĕр кĕленче квас — бутылка кваса
квас ту — готовить квас

кĕвел

1.
свертываться, скисать, прокисать, створаживаться
сĕт кĕвелсе ларнă — молоко свернулось, створожилось
Пĕр кĕвелнĕ турăх сĕт пулмĕ, арăмран хĕр пулмĕ. — посл. Простокваша не станет снова молоком, мужняя жена не станет девицей.

кĕвенте

1.
коромысло (для ведер)
кĕвенте çекли — крючки коромысла
пĕр кĕвенте шыв — два ведра воды

кĕвĕ

3. перен.
ритм
пурнăç пĕр кĕвĕ пырать — жизнь идет в одном ритме

кĕвĕллĕ

2.
ритмичный, с определенным ритмом
пĕр кĕвĕллĕ —
1) однообразный, монотонный
пĕр кĕвĕллĕ пурнăç — однообразная жизнь
2) гармоничный, созвучный чему-л.
саманапа пĕр кĕвĕллĕ — произведены произведение, созвучное эпохе


хăйне кĕвĕллĕ — своеобразый, оригинальный.

кĕмĕр

куча, большая сумма, уйма разг.
пĕр кĕмĕр укçа ĕçлесе илтĕм — я заработал целую кучу денег

кĕреçе

1.
лопата
тимĕр кĕреçе — железная лопата, заступ
йывăç кĕреçе — деревянная лопата
çăкăр кĕреçи — лопата для сажания хлебов в печь
унран хĕлле пĕр кĕреçе юр ыйтса илеймĕн — у него зимой лопаты снега не выпросишь (о скупом человеке)
Кĕреçи малта, ырçи кайра. (Кăвакал). — загадка Лопата впереди, кузов позади. (Утка) .

кĕç

2.
вдруг, неожиданно, внезапно
пуçа кĕç пĕр шухăш килсе кĕчĕ — мне в голову вдруг пришла одна мысль

кĕтӳ

4. перен. разг.
куча, множество
гурьба, ватага

пĕр кĕтӳ халăх — куча народу
пĕр кĕтӳ ача — ватага ребятишек

кил

5.
сходиться (напр. во мнениях)
шухăшсем пĕр килни — единство мнении
пĕр шухăша кил — прийти к единому мнению

килĕрен

3.
от каждого дома
килĕрен пĕр çын — по человеку от каждого дома

килĕш

5.
нравиться
пĕр-пĕрне килĕш — нравиться друг другу
килĕшми пул — впасть в немилость
— ку картина сире килĕшет-и? —  вам нравится эта картина?
— килĕшмесĕр! — еще бы!

килĕшӳ

2.
соглашение, сделка
договор
пакт

вăхăтлăх килĕшӳ — временное соглашение
ĕç килĕшĕвĕ — трудовое соглашение
икĕ енлĕ килĕшӳ — двустороннее соглашение
пĕр-пĕрне пулăшасси çинчен тунă килĕшӳ — пакт о взаимной помощи
килĕшӳ ту — заключить соглашение
килĕшĕве пас — нарушить соглашение

килька

килечный
пĕр банка килька — банка килек
тăварланă килька — соленая килька

класс

классный
класс журналĕ — классный журнал
класс руководителĕ — классный руководитель
пĕрремĕш классра вĕренекен — ученик (ученица) первого класса
пĕр классра вĕренекенсем — одноклассники
классран класса куçса пыр — переходить из класса в класс

клеткăллă

II. биол.
клеточный
ӳсентăрансен клеткăллă тытăмĕ — клеточное строение растений
пĕр клеткăллисем — одноклеточные

колея

ж.-д.
колея (рельслă çул)
анлă колея — широкая колея
ансăр колея — узкая колея
пĕр колеяллă чукун çул — одноколейка

комисси

1.
комиссия (пĕр-пĕр ĕç тума çирĕплетнĕ ушкăн)
аттестаци комиссийĕ — аттестационная комиссия
вĕренме илекен комисси — приемная комиссия
квалификаци комиссийĕ — квалификационная комиссия
ревизи комиссийĕ — ревизионная комиссия
шут комиссийĕ — счетная комиссия
çул уявĕ комиссийĕ — юбилейная комиссия
яланхи комисси — постоянная комиссия
комисси пайĕ — подкомиссия
комисси йĕркеле — создать комиссию  
комисси ту — создать комиссию

конверси

2. лингв.
конверсия (сăмах пĕр пуплев пайĕнчен теприне куçни)

контекст

лингв.
контекст (текстăн пĕр пайĕ)
çак сăмахăн пĕлтерĕшне контекстра кăна ăнланма пулать — значение этого слова можно понять лишь в контексте

корифей

корифей (пĕр-пĕр ĕçре чапа тухна сын)
Ломоносов — Раççей ăслăлăхĕн корифейĕ — Ломоносов — корифей российской науки
сцена корифейĕсем — корифеи сцены

кубометр

кубометр
пĕр кубометр вутă — кубометр дров

кун

дневной
асран кайми кунсем — незабываемые, памятные дни
ĕç кунĕ — рабочий день
ĕçлемен кун  — нерабочий день
санитари кунĕ — санитарный день (напр. в магазине)
çăмăл апат кунĕ — мед. разгрузочный день
çĕнтерӳ кунĕ — день победы
çуралнă кун — день рождения
çур кун — полдня  
кун йĕрки — 1) повестка дня (собрания) 2) распорядок дня
(пĕр) кун норми — дневная норма
кун çути — дневной свет
кун таврăнни — солнцестояние (букв. возвращение дня)
кун тăршшĕ — долгота дня
пилĕк кунлă ĕç эрни — пятидневная рабочая неделя
нумай кунлăх çӳрев — многодневный поход
тепĕр кунхине — на другой день
ыран мар тепĕр кун — послезавтра
кун каçа — весь день, в продолжение всего дня
кун каçиччен — за день, в течение дня
кун сиктерсе — через день
кун хушăна пуçларĕ — дни начали прибавляться, день пошел на прибыль
яра куна чупса çӳре — бегать целый день
паянхи кунпа палăрт — датировать сегодняшним днем
ыран е тепĕр кун килĕпĕр — придем завтра или послезавтра
паян хăш кун? — какой сегодня день недели?
паян мĕн кун? — какой сегодня день недели?
Кун ирттĕр те çĕр ирттĕр. — погов. День да ночь — сутки прочь.
Пĕр кунлăх каяс тесен, çичĕ кунлăх çăкăр ил. — посл. Едешь на день, бери хлеба на неделю.
Пĕр куна юлнă ĕç пин куна юлать. — погов. Отложишь на день, пролежит тысячу дней.

кунхи

дневной
-дневный

пĕр кунхи — однодневный
пĕр кунхи ĕç укçи — дневной заработок
паян кунхи чи кирлĕ ыйту — актуальный вопрос
пилĕк кунхи чĕпĕсем — пятидневные цыплята

куплет

см. çаврăм 4.
пĕр çаврăм юра — куплет песни

курăк

травяной, травянистый
акса ӳстернĕ курăксем — сеяные травы
нумай çул ӳсекен курăксем — многолетние травы
сулхăна юратакан курăксем — тенелюбивые травы
çырла курăкĕ — ягодник, ягодные растения
шыв курăкĕ — водоросли
эмел курăкĕсем — лекарственные травы
пĕр тăплăм курăк — пучок травы
курăк пусси — участок под травами
курăк пыйти — растительная вошь
курăк çăнăхĕ — травяная мука
курăк тĕкĕ — волосок
курăк туни — стебель травы, былинка
курăк пĕрчи — стебель травы, былинка
курăк çинчи хоккей — спорт. травяной хоккей  
курăксем симĕслене пуçларĕç — травы зазеленели
кĕпене курăкпа варала — зазеленить платье травой
курăка таптаса пĕтер — истоптать траву
Пасар çулĕ çинче курăк ӳсмест. —
погов. На базарной дороге трава не растет.

курăн

1.
виднеться, становиться видным, показываться
обрисовываться

лайăх курăнакан заголовок — броский заголовок
курăнакан тавралăх — обозримое пространство
куçа курăнакан йăнăш — заметная ошибка
витĕр курăнакан — прозрачный, ажурный
курăнман енĕ — 1) невидимая сторона чего-л. 2) перен. изнанка, подоплека
иккĕллĕн курăн — двоиться в глазах
хĕрлĕн курăн — алеть
хуран курăн — чернеть
шуррăн курăн — белеть
ылтăнăн курăн — золотиться
курăнса кай — показаться
курăнса лар — виднеться
курăнса тăр — выситься, возвышаться
курăнмалла мар ту — маскировать, прятать
курăнмасăр тăр — прятаться, не показываться
курăнии пул — скрыться за горизонтом
сĕм тĕттĕм, куçран чиксен те курăнмасть — темно, хоть глаз выколи
вăл хăй çулĕнчен кĕçĕнрех курăнать — он выглядит моложе своих лет
суйи уççăнах курăнать — его ложь очевидна
ир тăрсан курăнĕ — утром видно будет, утро вечера мудренее
кайран курăнать — там видно будет
Инкек куçа курăнса килмест. — погов. Беда приходит неожиданно.
Пĕр май пăхсан курăнать, тепĕр май пăхсан курăнмасть. (Чĕрне). — загадка С одной стороны посмотришь — видно, а с другой — нет. (Ноготь).

кус

1.
катиться, вращаться
урапа кусать — колесо катится
кусса ан — скатиться
кусса кай — покатиться
урапа кусса кайрĕ — колесо покатилось
кусса тух — выкатиться
çын куссине куç слепо — следовать за кем-л.
Кусса таран урапа та яланах пĕр йĕрпе кусмасть. — посл. И колесо не по одной колее катится.

куç

6.
звено (окна)
пĕр куç кантăк — одно звено (рамы)

кутăн

1.
задом
спиной
задом наперед, наоборот
шыворот-навыворот
разг.
урама кутăн пӳрт — изба окнами во двор
çĕлĕке кутăн тăхăн — надеть шапку задом наперед
кутăн лар — сесть спиной к кому-чему-л.
Пĕр така кутăн та, пуçăн та сĕкет. (Кисĕп). — загадка Один баран бодается и задом и передом. (Пест).

кӳлĕн

2. перен.
включаться, вовлекаться, окунаться в работу
впрягаться в работу
разг.
эпир пĕр харăс ĕçе кӳлĕнтĕмĕр — мы все дружно впряглись в работу

кӳрентер

обижать, огорчать
досаждать
оскорблять

вырăнсăр кӳрентер — зря обижать
сăмахпа кӳрентер — грубить, грубиянить
ахалех кӳрентертĕн çынна — ты зря оскорбил человека
кӳрентерес тесе каламастăп — не в обиду будь сказано
кӳрентерес шутпа каламастăп — не в обиду будь сказано
темĕн те пĕр каласа кӳрентер — осыпать оскорблениями
мĕн туса кӳрентертĕм вара эпĕ сана? — чем я тебя оскорбил?

лав

3. перен.
воз, уйма
пĕр лав çĕнĕ хыпар — целый воз новостей

ламаизм

рел.
ламаизм (буддизм тĕнĕн пĕр тĕсĕ)

лар

5.
сидеть, быть, находиться, пребывать (в каком-л. состоянии, где-л.)
выçă лар — быть голбдным
ĕçсĕр лар — сидеть без дела
качча каймасăр лар — сидеть в старых девах
килте лар — находиться дома
пĕр класра çул лар — просидеть два года в одном классе
тĕрмере лар — сидеть в тюрьме
ларса тух —
1) выстроиться, расположиться подряд, в ряд
çуртсем çырма тăрăх ларса тухнă — дома выстроились вдоль речки
2) отсидеть (в заключении)
вăл виçĕ çул ларса тухнă — он отсидел три года
Алă-ура пур çинчен ахаль ларни килĕшмест. — погов. Не к лицу сидеть без дела, когда руки-ноги целы.

ларт

7.
сажать, высаживать (в грунт)
йывăç ларт — сажать деревья
лартмалли йывăç — саженец
çĕрулми лартмалли — машина картофелесажалка
лартса ӳстер ту — выращивать, культивировать
Хăй ĕмĕрĕнче пĕр йывăç талартман çын пархатарсăр. — погов. Неблагодарен человек, не посадивший на своем веку ни одного дерева.

ластăк

1.
частица, кусочек, клочок
пĕр ластăк çăкăр — кусочек хлеба
тӳпере пĕр ластăк пĕлĕт те çук — в небе нет ни облачка (букв. клочка облака)

латлă

хорошо, прилично
ладно
прост.
латлă пул! — веди себя хорошо
пĕр латлă кĕреçе те çук — нет ни одной приличной лопаты
вĕсем латлах пурăнмаççĕ — они живут не совсем ладно

лаша

лошадиный, конский, конный
ĕç лаши — рабочая, тягловая лошадь
кастарнă лаша — мерин
сăхăм лаша — кляча, одер
çăрха лаша — иноходец
çӳрен лаша — рыжая лошадь, лошадь рыжей масти
тĕпри лаша — коренник
турă лаша — гнедой конь
хушка лаша — лошадь со звездочкой на лбу
чăхăмçă лаша — норовистая, строптивая лошадь
чуман лаша — ленивая лошадь
шухă лаша — 1) резвый конь 2) пугливая лошадь
юланут лаша — верховой конь
лаша арманĕ — конная мельница
лаша вити — конюшня
лаша жатки — конная жатка
лаша завочӗ — конный завод
лаша какайĕ — конина
лаша ашĕ — конина
лаша касăвĕ — табун
лаша кĕтĕвĕ — табун
лаша молотилки — конная молотилка
лаша таврашĕ — сбруя
лаша тăлли — конские путы
лаша чуппи — аллюр
лаша ĕрчет — разводить лошадей, заниматься коневодством
лаша ĕрчетни — коневодство
лаша йĕнерле — оседлать лошадь
лаша кӳл — запрячь лошадь
лаша çăварлăхла — взнуздать лошадь
лаша тăвар — распрячь лошадь
лашасене юрттарса ăмăртни — рысистые испытания лошадей
лашапа ăмăртса чупни — скачки
лашапа ĕçлемелли хатĕрсем — конный инвентарь
лаша ĕрĕхсе кайнă — лошадь понесла, помчалась (в испуге)
лаша кĕлернĕ — лошадь завалилась (на спину)
лаша кукалет — лошадь бьет копытом
лаша тапать — лошадь бьет (задними ногами)
лаша шăмарать — лошадь скалится и прижимает уши (пытаясь укусить)
лаша чĕвен тăчĕ — лошадь вскинулась на дыбы
Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă. — посл. Каков будет конь — видно по жеребенку, каков будет человек — видно по ребенку
Ыр лашана пĕр пушă, ыр çынна пĕр сăмах. — посл. Доброму коню достаточно одного удара кнутом, доброму человеку достаточно одного слова.
Лашаран çӳллĕ, автанран лутра. (Йĕнерчĕк). — загадка Выше коня, ниже петуха. (Седелка).

летун

разг.
летун (чупкăн)
летун пĕр ĕçре нумай ĕçлемест — летун не работает долго на одном месте

лимонад

лимонадный
пĕр кĕленче лимонад — бутылка лимонада

лингафон

лингафон (пĕр-пĕр чĕлхене вĕренмелли уроксене çырса хунă пленка е дисксем

линейка

2.
линĕйка (пĕр йĕркене тăни)

литература

2.
литература (пĕр-пĕр ыйтупа çырнă кĕнекесен пуххи)
ялхуçалăх литератури — сельскохозяйственная литература
усă курнă литература списокĕ — список использованной литературы
ку ыйтупа пуян литература пур — по этому вопросу имеется богатая литература

литр

литровый
пĕр литр сĕт — литр молока
çур литр — поллйтра
чĕрĕк литр — четверть литра
литр кĕленчи — литровая бутылка

логарифм

мат.
логарифм (пĕр-пĕр хисепе степене илмелли кăтарту)

локатор

локатор (пĕр-пĕр объект ăçтине шыраса тупмалли хатĕр)
локатор экранĕ — экран локатора
локаторсем самолет тупса палăртрĕç — локаторы обнаружили самолет

лютеранство

лютеранство (христианлăх тĕнĕн пĕр тĕсĕ)

мадера

мадера (иçĕм эрехĕн пĕр тĕсĕ)

май


ал май мар — не с руки, неудобно, несподручно
май мар
1) неловко, не с руки
2) очень хороший, красивый
вĕсем май мар пӳрт лартнă — они построили прекрасный дом
май деепричастийĕграм. деепричастие попутного действия
пĕр май — близкий по духу, сродни
пĕрех май — то и дело, беспрестанно, постоянно
сăмах май — к слову, кстати
çула май — попутно, мимоходом, проездом
Çĕмрĕк карапа кирек мĕнле çил те çула май. — посл. Неисправному кораблю любой ветер по пути.

майлă

подобно, наподобие
похоже, сходно

хулара та ялти майлă çуртсем тума пуçларĕç — и в городе стали строить дома типа сельских
вăл мана йăмăкĕ майлă курăнчĕ — она мне показалась похожей на младшую сестру
хăйне майлă — своеобразный, оригинальный, самобытный
икĕ майлă ăнлан — понимать двояко
пĕр майлă —
1) однотипный, единообразный, одинаковый, аналогичный
вĕсен çĕлĕкĕсем пĕр майлă — у них шапки одинаковые
2) однотипно, единообразно, одинаково, аналогично
3) размеренный, равномерный
пĕр майлă пурнăç — размеренная жизнь
4) размеренно, равномерно
5) разг. средне, потихоньку; так себе
мĕнле пурăнатăн? — как поживаешь?
пĕр майлă —  потихоньку

майлă

10.
приблизительно, примерно, ориентировочно
около

гектартан çирĕм çичĕ центнер майлă тухрĕ — с гектара получили около двадцати семи центнеров
пĕр сехет майлă кĕтрĕмĕр — мы ждали около часа

малтанласа

2.
вначале, на первых порах
поначалу
разг.
малтанласа вĕсем пĕр чĕнмесĕр ларчĕç — вначале они сидели молча

манашкал

подобно мне
так, как я

вăл та манашкал пĕр сăмах та марилле пĕлмен — он тоже, подобно мне, не знал ни слова по-марийски
манашкал ĕçле — работай так же, как я

манерлĕ

похоже, подобно, сходно
ар манерлĕ хĕрарăм — мужеподобная женщина
кĕл манерлĕ тăпра — почва, похожая на золу, подзол
вĕсен сăнĕсем пĕр манерлĕ — у них похожая внешность, они очень похожи

манерлĕ

хорошо, как следует
ладно
прост.
кунта пĕр манерлĕ кĕнеке те çук — здесь нет ни одной хорошей книги

мани

мед.
мания (ăстăн пĕр шухăшпа минрени)

маньяк

маньяк (ăстăнне пĕр-пĕр шухăшпа минретнĕ çын)

марш

4. стр.
марш (сыпăк)
пусман пĕр маршĕ — один марш лестницы

махорка

махорочный
хаяр махорка — крепкая махорка
пĕр пачка махорка — пачка махорки
махорка тĕтĕмĕ — махорочный дым
махорка турт — курить махорку

мăйăр

ореховый
вăрман мăйăрĕ — лесные орехи
вĕт мăйăр, кедр мăйăрĕ — кедровые орехи
пушкăрт (грек) мăйăрĕ — грецкие орехи
кокос мăйăрĕ — кокосовый орĕх
пахча мăйăрĕ — фундук
çĕр мăйăрĕ —  арахис, земляные орехи
типĕтнĕ мăйăр — каленые орехи
хăрăк мăйăр — пустой орешек
мăйăр йывăççи — ореховое дерево
мăйăр курланки — гранка орехов
мăйăр тĕшши — ядро ореха
мăйăр хуппи — ореховая скорлупа
пĕр ывăç мăйăр ил — взять горсть орехов
кăçал мăйăр ăнса пулчĕ — в этом году был урожай на орехи
мăйăр шĕкĕлче — 1) щелкать орехи 2) лущить орехи, освобождая их от гранок
мăйăра кай — идти по орехи, за орехами
Мăйăра кайсан, çырла татмаççĕ. — посл. Отправившись за орехами, ягод не собирают.
Шĕшкĕ авмасăр мăйăр татаймăн. — посл. Не согнув орешник, не сорвешь орешка. (соотв. Без труда не вынешь и рыбку из пруда).

мăйракаллă

рогатый, имеющий рога
пĕр мăйракаллă — однорогий
мăйракаллă пăлан — сохатый олень
мăйракаллă шултра выльăх — крупный рогатый скот

мăйракаллă нăрă — рогач, жук-носорог

мăнтăр

толстый, тучный, пухлый, жирный
упитанный, дородный, полный
раскормленный

мăнтăр выльăх — упитанный скот
мăнтăр пит-куç — толстая физиономия
мăнтăр çын — тучный человек
мăнтăрĕ чакнă — он похудел
Йытă мăнтăр та çиме юрамасть. — погов. Жирна собака, но в пищу не идет.
Çапăçакан автан нихçан та мăнтăр пулмасть. — посл. Драчливый петух жирным не бывает.
Пĕр çул путене мăнтăр пулать, тепĕр çул карăш мăнтăр. — погов. В один год жирными бывают перепела, в другой — коростели. (соотв. Год на год не приходится).

мăшăр

парный
пĕр мăшăр атă — пара сапог
мăшăр лаша кӳлнĕ урапа — бричка, заложенная парой лошадей
мăшăр сăмахсем — лингв. парные слова
Икĕ атă пĕр мăшăр. — погов. Два сапога пара.

мăшăр

3.
чета, пара (супружеская)
çамрăк мăшăр — молодожены, молодая чета
телейлĕ мăшăр — счастливая чета
Икĕ çын пĕр мăшăр, çичĕ çын пĕр çемье. — посл. Два человека — пара, семь человек — семья.

мера

мера (пĕр-пĕр тĕллевпе тумалли ĕç)
васкавлă мерăсем — экстренные меры
чармалли мера — юр. мера пресечения
ялхуçалăхне малалла аталантармалли мерăсем — меры по дальнейшему развитию сельского хозяйства
мера йышăн — принять меры
палăртнă мерăсене пурнăçла — осуществлять намеченные меры

метафизика

филос.
метафизика (диалектикам хирĕçлесе, çут тĕнчере мĕн пурри ним улшăнмасăр, пĕр-пĕринпе çыхăнмасăр тăрать, текен философи вĕрентĕвĕ)

мĕкĕлтет

2.
двигаться с трудом, брести
ковылять
разг.
çул тăрăх пĕр старик мĕкĕлтетсе пырать — по дороге бредет какой-то старик

мĕл

1. подр. —
о мелькании
пĕр пулă мĕл туса ишсе кайрĕ — в воде мелькнула рыбка

мĕскĕн

бедный, жалкий, несчастный, горемычный
злосчастный

мĕскĕн пуçăм! — бедная моя головушка!
мĕскĕн шăпа — злосчастная судьба
мĕскĕне пер — прикидываться несчастным
ĕмĕрне пĕр-пĕччен пурăнса ирттерчĕ, мĕскĕн — всю жизнь он, бедняга, прожил в одиночестве

микроклимат

микроклимат (пĕр-пĕр вырăнти, сăм. вăрманти, юханшыв хĕрринчи климат уйрăмлăхĕсем)

минимум

2.
минимум (пĕр-пĕр ĕçре кирлĕ пĕлӳсем)
кандидат минимумĕ — кандидатский минимум
техника минимумĕ — технический минимум

минут

минутный
вуникĕ сехет те вăтăр пилĕк минут — двенадцать часов тридцать пять минут
виççĕ çине кайни вунă минут — десять минут третьего
минут йĕппи — минутная стрелка
пилĕк минут иртрĕ — прошло пять минут
тăхтасамччĕ пĕр минут! — подожди минутку!

миска

миска
йывăç миска — деревянная миска
эмалленĕ миска — эмалированная миска
пĕр миска яшка — миска супу

мифологи

мифология (пĕр-пĕр халăхăн мифĕсем)

модуляци

1. муз.
модуляция (сасă пĕр тонлăхран тепĕр тонлăха куçни)

монархи

монархия (аслă влаçа пĕр çын тытса тăрас йĕрке)

моногами

моногамия (пĕр арăмпа е упăшкапа пуранни)

монографи

монография (пĕр уйрăм ыйтупа çырнă тĕпчев ĕçĕ)
монографи пичетлесе кăлар — опубликовать монографию

монокультура

с.-х.
монокультура (пĕр лаптăк çинче çултан-çул пĕр культура акса туни)

моноплан

моноплан (пĕр мăшăр çунатлă самолет)

монополист

1.
монополист (пĕр-пĕр продукци туса кăларма е сутма монополи илекен)

монотеизм

монотеизм (пĕр турра çеç ĕненни)

монофтонг

лингв.
монофтонг (пĕр сасăран тăракан ансат уçă сасă)
чăваш чĕлхинчи монофтонгсем — монофтонги чувашского языка

намăс

совестно, стыдно
манăн намăс таса — у меня совесть чиста
ăна намăсĕ асаплантарать — его мучает совесть
ăçта санăн намăс? — где у тебя совесть?
мĕнле намăс мар сире? — как вам не стыдно?
калама намăс — стыдно сказать
намăса пĕл! — стыдись!, знай совесть!
пĕр намăса пĕлмесĕр суять — он бессовестно врет
намăса ниçта чикме пĕлместĕп — я не знаю, куда деваться от стыда

намăс-симĕссĕр

бессовестно, бесстыдно, бесчестно
намăс-симĕссĕр этем — бессовестный человек
пĕр намăс-симĕссĕр хăтлан — поступать бесчестно

нарзан

нарзанный
пĕр кĕленче нарзан — бутылка нарзана
нарзан çăлкуçĕ — нарзанный источник
нарзан ваннинче сиплен — принимать нарзанные ванны

наччасра

прост.
быстро, вмиг, мигом
лава пĕр наччасрах пушатрĕç — воз мигом разгрузили

ниçта

1.
чаще с усил. частицей та
нигде
вăл ниçта та çук — его нигде нет
ниçта пĕр çумкурăк курăнмасть — нигде не видно ни одного сорняка
ку кĕнекене ниçта тупса илеймерĕм — я нигде не мог достать эту книгу

ниçтан

1.
ниоткуда
эрне хушшинче ниçтан пĕр çыру килмерĕ — за неделю ниоткуда не пришло ни одного письма

номер

2.
номер (пысăкăш виçи)
санăн пушмак миçемĕш номер? — какой у тебя номер ботинок?
пĕр номер пысăкрах туфли туян — купить туфли на номер больше

норматив

норматив (пĕр-пĕр ĕçри нормăсем)

нуша

5.
забота
пирĕн халĕ пĕр нуша — тырра вăхăтра пуçтарса кĕртесси — у нас сейчас одна забота — убрать хлеба вовремя
пуç çине çĕнĕ нуша ӳкрĕ — на мою голову свалились новые заботы

обойма

1. воен.
обойма
пĕр обойма патрон — обойма патронов
патронсене обоймипех персе пĕтер — выпустить всю обойму

общество

1.
общество (пĕр-пĕр йышши производство хутшăнăвĕсем пĕрлештерсе тăракан çынсен йышĕ)
класлă общество — классовое общество
социализм обществи — социалистическое общество
этем обществин аталанвĕ — развитие человеческого общества

омоним

лингв.
омоним (пĕр пек янракан, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем)

омоними

лингв.
омонимия (тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ сăмахсем пĕр пек янрани)

опека

опека (пĕр-пĕр çынна тепĕр çын е патшалăх тепĕр патшалăх, организации пăхса тăни)
опекăна ил — взять под опеку, опекать
опекăна илнĕ çын — подопечный человек
ООН опекăна илнĕ çĕршыв — территория, подопечная ООН
опека ту — 1) опекать 2) учредить опеку над кем-чем-л.

опера

оперный
классикăлла опера — классическая опера
чăваш оперисем — чувашские оперы
опера либретти — либретто оперы
оперăпа балет театрĕ — театр оперы и балета
опера юрăçи — оперный певец
оперăри пĕр сцена — сцена из оперы
опера ларт — ставить оперу

оператор

1.
оператор (производствăра пĕр-пĕр операци тăвакан)

оппозици

1. полит.
оппозиция (пĕр ушкăн тепĕр ушкăн политикине хирĕç тăни)

оппонент

оппонент (пĕр-пĕр çыннăн шухăшне хирĕç тухса калакан)
официаллă оппонент — официальный оппонент
оппонент пул — быть оппонентом, оппонировать

опыт

1.
опыт (алла илнĕ пелӳлĕх, хăнăху)
ĕçри опыт — производственный опыт
пурнăç опычĕ — жизненный опыт
пĕр-пĕрин опычĕпе паллаш — обмениваться опытом
малти опыта вĕренмелли шкул — школа передового опыта
мел пух — набираться опыта

ортодокс

книжн.
ортодокс (пĕр-пĕр вĕрентĕве çирĕп тытакан çын)
ортодоксла шухăшсем — ортодоксальные взгляды

откуп

ист.
откуп (патшалăх пĕр-пĕр çынна халăхран налук пухма укçалла право пани)

отряд

2.
отряд (пĕр ĕçри çынсен ушкăнĕ)

отряд

3. биол.
отряд (чĕрчунсен класĕн пĕр пайĕ)
кăшлакан чĕрчунсен отрячĕ — отряд грызунов

офорт

иск.
офорт (гравюрăн пĕр тĕсĕ)
офорт выставки — выставка офортов

очко

1. спорт.
очко
пур очкосене шутласан — по сумме очков
пĕр очко выляса ил — выиграть одно очко

очко

2. карт.
очко
пĕр очко ытлашши ил — перебрать (одно) очко

пай

I.

1.
часть (массы, количества, пространства, времени и т. п.)
виçĕ пайĕнчен пĕр пайĕ — третья часть
пӳртĕн пĕр пайĕ — часть дома
тоннăн вуннăмĕш пайĕ — центнер — десятая часть тонны — центнер
чĕрĕк пайĕ — четверть, четвертая часть чего-л.

пай

2.
доля
май пая ăна парăр — отдайте мою долю ему
пĕр тан пайсене уйăр — делить на равные доли
Ху пайна пăрахса, çын пайĕ хыççăн ан кай. — посл. Не гоняйся за чужой долей, бросив свою.

пай

3.
порция (пищи)
пĕр пай аш — порция мяса
ку кам пайĕ? — чья это порция?

пакарта

2.
желудок
Пĕр шăшин икĕ пакарта. (Пăри). — загадка У одной мыши два желудка. (Полбяное зерно).

пакет

пакетный
канфет пакечĕ — пакет с конфетами
пĕр пакет çăнăх — пакет муки
пакет хучĕ — пакетная бумага

паккал

разг.
бокал
кружка

пĕр паккал шыв — кружка воды

пакт

пакт (килĕшӳ)
пĕр-пĕрне пулăшмалли пакт — пакт о взаимопомощи
тапăнманлăх пакчĕ — пакт о ненападении

пакша

беличий
пакша çури — бельчонок
пакша тирĕ — беличья шкурка
Пĕр пакшăн икĕ хӳре. (Çăпата). — загадка У одной белки два хвоста. (Лапоть).

пантеизм

пантеизм (çутçанталăкпа турă пĕр, текен вĕрентӳ)

пантеон

1.
пантеон (пĕр-пĕр тĕнĕн пур пек туррисем)

панцирь

2. зоол.
панцирь (хăш-пĕр чĕрчунсен шăмă витĕме)
тимĕр шапа панцирĕ — панцирь черепахи

пар

II.
пара
пар лаша — пара лошадей
хура пĕкĕ кăмăлне пĕр пар шăнкрав çакрăмăр — фольк. мы подвесили к черной дуге пару колокольцев
кӳлсен кӳл лашуна паррипе, пар лашана пушă кирлĕ мар — фольк. коли запрягать, то лучше парой, паре коней не нужно кнута
хам парпа килтĕм — шутл. прибыл на своих (на) двоих

парабола

геом.
парабола (сыпăнман кукăр йĕрсен пĕр тĕсĕ)

парăн

1.
сдаваться, капитулировать
парăнас шухăш — пораженчество
пĕр сăмахсăр парăнни — безоговорочная капитуляция
Тăшман парăнмасан, ăна тĕп тăваççĕ. — посл. Если враг не сдается, его уничтожают.

пароль

пароль (пĕр-пĕрне палласа илнелли вăрттăн сăмах)
пароль кала — назвать пароль
пароль улăштар — сменить пароль

парти

3. муз.
партия (произведенин пĕр инструментпа каламалли е пĕр сасăпа юрламалли пайĕ)
бас партийĕ — басо вая партия
Сетнер партине юрла — петь партию Сетнера

парти

4. спорт.
партия (пĕр вăйă)
шахматла пĕр парти выля — сыграть партию в шахматы

парти

5.
партия (пĕр ушкăн тавар)
атă-пушмакăн çĕнĕ партийĕ — новая партия обуви

пачка

пачка
пĕр пачка пирус — пачка папирос
укçа пачкисем — пачки денег

пăр

II. глаг.

1.
повертывать, поворачивать
выключателе пăр — повернуть выключатель
пуçа пăр — повернуть голову
шуруп пăрса кăлар — вывинтить шуруп
лампочка пăрса кĕрт — ввернуть, ввинтить лампочку
машинăна сылтăмалла пăр — повернуть машину вправо
пăрса уç — открыть, отомкнуть (поворачивая ключ)
шыва урăх çĕрелле пăрса яр — отвести воду в сторону, пустить воду по новому руслу
сăмаха урăххи çине пăрса яр — перевести разговор на другую тему
Кĕлет уççи пăрмасăр уçăлмасть. — посл. Замок амбара не откроется, если не повернуть ключ.
Пĕр карта сурăх, пурте пуçне пăрса выртаççĕ. (Кăмакари кукăльсем). — загадка Целый загон овец, и все лежат, повернув головы. (Пироги в печке).

пăрала

2. перен.
сверлить
пĕр шухăш пуçа пăралать — одна мысль сверлит мне голову

пăркалан

6.
колебаться, сомневаться, быть в нерешительности
пĕр пăркаланмасăр — без колебаний, решительно

пăрçа

гороховый
пăрçа йышши культурăсем — бобовые культуры
пăрçа нимĕрĕ — гороховый кисель
пăрçа пĕрчи — горошина
пăрçа пусси — гороховое поле
пăрçа хутаççи — стручок гороха
пăрçа яшки — гороховый суп
пăрçа акса ту — возделывать горох
Çеçенхирте пĕр пăрçа. (Кăвапа). — загадка В чистом поле лежит горошина. (Пупок).
Йĕтем çине пăрçа сапрăм, Ахмат тухрĕ, пуçтарчĕ. (Çăлтăрсем). — загадка Разбросал я горох на гумне, Ахмат вышел и собрал его. (Звезды).

пăт

пудовый
пĕр пăт ыраш — пуд ржи
пăт йывăрăш — весом в пуд, пудовый
пăт пуканĕ — пудовая гиря
пăт çурă — полтора пуда
пăт чĕрес — уст. пудовка (мера в один пуд)
сысна пĕр пилĕк пăтсем туртать — свинья весит пудов пять
Ывăнсан йĕп те пĕр пăт туртакан пулать. — погов. Устанешь — и иголка покажется весом в пуд.

пăтавкка

уст.
пудовка (мера в один пуд)
пĕр пăтавкка сĕлĕ — пудовка овса
Пуп пăтавккин тĕпĕ çук. — погов. У поповской пудовки нет дна.

пăтрат

8.
волновать, будоражить
мана пĕр ыйту пăтратать — меня волнует один вопрос
халăха пăтрат — будоражить народ

пăчăр

рябчиковый
пĕр пуслăх пăчăр — выводок рябчиков
Килĕрен пăчăр. (Мунчала). — загадка В каждом доме рябчик. (Мочало).

пек

похоже на кого-что-л., подобно кому-чему-л.
так же, как

пĕр пек —
1) одинаковый, равный
пĕр пек пайсене пайла — разделить на равные части
2) одинаково, равно
пĕр пек тумлан — одеваться одинаково

манăн пальто санăнни пек — у меня пальто как у тебя
эсĕ ун пекех — ты такой же, как он
кайăкăнни пек çунатсем пулсан, вĕçĕттĕм те кайăттăм — фольк. если бы у меня были крылья, как у птицы, я улетел бы

пек

3.
около, приблизительно, почти
пĕр эрне пек ĕçлер — мы поработаем около недели
пĕр уйăх пек иртсен — по прошествии приблизительно месяца
пурте пекех — почти все
ĕмĕрлĕхе тенĕ пек — почти навеки

пельмень

пельменный
пĕр порци пельмень — порция пельменей
пельмень чусти — пельменное тесто
пельмень пĕçер — варить пельмени

перегон

ж.-д.
перегон (икĕ станци хушши)
çитме пĕр перегон юлчĕ — осталось проехать один перегон

печени

печенье
килти печени — домашнее печенье
пĕр пачка печени — пачка печенья

пештĕр

кошель (из лыка)
пестер обл.
пĕр пештĕр панулми — кошель яблок

пĕкече

1.
дужка
алка пĕкечи — дужка сережки
атма пĕкечи — поперечная дужка наметки
сăпка пĕкечи — дужка люльки (подвесной)
Хура такан пĕр пĕкече. (Хуран). — загадка У черного барана одна дужка. (Котел).

пĕл

2.
знать, обладать знаниями, иметь понятие о ком-чем-л.
математикăна пĕл — знать математику
хут пĕл — знать грамоту, быть грамотным
хут пĕлмен çын — неграмотный человек
ача урок пĕлмест — мальчик не знает урока
Пĕлмен пĕр сăмах, пĕлсен — çĕр сăмах. — посл. Не знаю — одно слово, знаю — сто слов.

пĕлĕт

2.
облако
туча

капан пĕлĕтсем — кучевые облака
çумăр пĕлĕтĕ — туча
яка пĕлĕтсем — перистые облака
тӳпере пĕр пĕлĕт те çук — на небе нет ни облачка
хĕвел пĕлĕт хыçне пулчĕ — солнце скрылось за тучей
вăрăмтуна пĕлĕт пек хĕвĕшет — комары вьются тучей

пĕр

I.

1.
при конкр. счете, в качестве опр.
один
одно-

пĕр минут та — ни одной минуты
пĕр сехет — (один) час
пĕр тенкĕ — (один) рубль
пĕр хут — (один) раз, разок
пĕр актлă пьеса — одноактная пьеса
пĕр кунлăх кану çурчĕ — однодневный дом отдыха
пĕр моторлă самолет — одномоторный самолёт
пĕр хутлӳ ҫурт — одноэтажный дом
пĕр вăхăтрах — одновременно
пĕр вăхăтрах икĕ çĕрте ĕçле — работать одновременно в двух местах, совместительствовать

пĕр енлĕ —
1) односторонний, однобокий
пĕр енлĕ ăнлантару — односторонняя трактовка
2) односторонне, однобоко
эсир ку ыйту çине пĕр енлĕ пăхатăр —
— вы односторонне рассматриваете этот вопрос

пĕр çĕре пухăн — собраться в одно место
пурте пĕр çын юлми кайса пĕтнĕ — ушли все до одного
пĕр ача ялан ачаш пулать — единственный ребенок всегда бывает капризным
вуникĕ хĕр, пĕр купăс янăрать-çке пĕр сасă —
фольк. двенадцать девушек и с ними одна скрипка поют в один голос
Пĕр кун каймалăх çул пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. —
посл. Готовясь в путь на один день, бери хлеба на семь.

пĕр

2.
один и тот же, единый
единое

пĕр çулхи — ровесник, сверстник, одногодок
пĕр ӳсĕмри çынсем — ровесники, люди одного возраста
пĕр ялсем — односельчанин, земляк
пурин тепĕр кăмăл — у всех единое желание
пĕр шухăша кил — прийти к единому мнению
пĕр шухăшлă çынсем — единомышленники

пĕр

3.
одинаковый, равный
одно-

пĕр

одинаково
равно
книжн.

пĕр евĕрлĕ —
1) однообразный, подобный, похожий, сходный
пĕр евĕрлĕ тавралăх — однообразный рельеф
пĕр евĕрлĕ тӳркĕтеслĕхсем — мат. подобные прямоугольники
2) однообразно, похоже, сходно
пĕр евĕрлĕ курăн — выглядеть одинаково
пĕр йышши — однородный
предложении пĕр йышши членĕсем — грам. однородные члены предложения

пĕр пек —
1) одинаковый
ку костюмсем пĕр пекех — эти костюмы совершенно одинаковы
2) одинаково
пĕр пек пайла — делить поровну

пĕр чухлĕ — в одинаковом количестве
çулпа çул пĕр мар — год на год не приходится
Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Пӳрнесем). — загадка У меня есть дом, а углы у него неодинаковые. (Пальцы).

пĕр

4.
некий, один, какой-то
какой-нибудь

пĕр çын — некто, один, какой-то человек
кун çинчен мана пĕр палланă çын каларĕ — об этом мне сообщил один знакомый
Пĕр япала пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Вут-кăвар). — загадка Некая вещь не разбирает ничего, только воду не разбирает. (Огонь)

пĕр

5.
целый, полный
пĕр пӳрт ача — полная изба детей
кун пек çипсем манăн пĕр арча — таких ниток у меня целая коробка
лаша пĕр витре шыв ĕçсе ячĕ — лошадь выпила целое ведро воды
пĕр кĕтӳ кайăк вĕçсе иртрĕ — пролетела целая стая птиц

пĕр

6.
в сочет. с числ.
приблизительно, примерно, около
пĕр виçĕ кун хушшинче — примерно в течение трех дней
пĕр аллă кĕнеке — около пятидесяти книг
вăл пĕр çирĕмсенче — ему около двадцати лет

пĕр

7.
совсем, совершенно, абсолютно
пĕр кĕтмен çĕртен — совершенно неожиданно
ача пĕр нимĕн те пĕлмест — мальчик абсолютно ничего не знает

пĕр

8.
только, исключительно, лишь
вăл пĕр мана çеç итлет — он слушается тблько меня
пĕр сана курассишĕн килтĕм — я пришел исключительно с целью увидеться с тобой

пĕр

9.
в знач. разд. союза
то..., то...
çанталăк пĕр уяртать, пĕр пăсăлать — погода то проясняется, то портится
Сӳс хӳреллĕ тимĕр йытă пĕр кĕрет те пĕр тухать. (Йĕппе çип). — загадка Железная собака с кудельным хвостом снует то туда, то сюда. (Иголка с ниткой).

пĕр

10.
в знач. услов. союза
если, раз
коли
прост.
пĕр шутласа пăхсан — если подумать хорошенько
пĕр килнĕскер лар-ха кăштах — раз уж пришел, то посиди немножко

пĕр

11.
в знач. усил. частицы
так
такой

хĕрĕ пĕр чиперскер! — у него дочь такая красавица!
ачи пĕр кăшкăрать, пĕр каш карать — ребенок так и кричит, так и кричит

пĕр


пĕр варлă — находящийся в близких отношениях
пĕр вĕçĕм — все время, постоянно
пĕр вĕçсĕр — постоянно, бесконечно
пĕр вĕçĕмсĕр — постоянно, бесконечно
пĕр енчен...  — вводн. сл. с одной стороны
пĕр пĕтĕм — единый, целостный
пĕр пул — 1) быть заодно 2) объединиться, сплотиться
пĕр пытармасăр — откровенно, ничего не скрывая
пĕр тан — 1) равный, одинаковый 2) равноправный
пĕр тăрук — сразу, в один прием
пĕр хĕрхенмесĕр — безжалостно
пĕр шута хур — приравнивать, ставить на одну доску
пĕр чĕлхеллĕ пул сговориться
вăл пĕр кут та пĕр пуç — он одинок, сам по себе
тем те пĕр — 1) все что угодно 2) всякая всячина

пĕр

II. глаг.

1.
сужать
собирать, стягивать

кĕпе пилĕкне пĕр — стянуть платье в талии

пĕр

2.
делать складки, сборки (на одежде)
юбка аркине пĕр — присборить юбку

пĕр

3.
морщить
куç харшине пĕр — сдвинуть, нахмурить брови
çамкана пĕр — наморщить лоб

пĕр

4.
загибать, защипывать (пирог)
Пӳрт çумĕнче пĕрмен кукăль выртать. (Хăлха). — загадка Возле избы лежит незащипанный пирог. (Ухо).

пĕрешке

3.
прогон, перегон
пĕр пĕрешке кайсан лашасене кантартăмăр — проехав один перегон, мы дали лошадям отдых

пĕркеленчĕк

морщинистый
пĕркеленчĕк пит — морщинистое лицо
пичĕ çинче пĕр пĕркеленчĕк те çук — на его лице нет ни одной морщинки

пĕркенчĕк

1.
покрывало
кравате пĕркенчĕкпе вит — накрыть кровать покрывалом
Пĕр пĕркенчĕк пĕтĕм çĕре хупласа илнĕ. (Юр). — загадка Вся земля покрыта одним покрывалом. (Снег).

пĕрлĕхен

1.
костяника
пĕрлĕхен çырли — ягоды костяники
Пĕр пĕрнери пĕрлĕхен пек. — погов. Как ягоды костяники из одного кузова. (соотв. Как две капли воды).

пĕрме

1.
складка, сборка
купăс пĕрмисем — меха гармошки
халат пĕрмисем — сборки халата
пĕрме пĕр — делать сборки

пĕрне

1.
плетенка, корзина, корзинка
кузов, кузовок

кашăк пĕрни — плетенка для ложек
кăмпа пĕрни — кузов для грибов
Пĕр пĕрнере ик кулач. (Пăри). — загадка В одном кузовке два калача. (Полбенное зернышко).

пĕрне-пĕри

то же, что пĕр-пĕрне

пĕр-пĕр

1.
какой-нибудь, какой-либо
пĕр-пĕр кĕнеке пар-ха мана — дай мне какую-нибудь книгу
пĕр-пĕр ĕç тупăнмасть-ши мана валли? — не найдется ли какая-нибудь работа для меня?

пĕр-пĕр

2.
когда-нибудь, как-нибудь
при случае

пĕр-пĕр пырăп-ха сирĕн пата — как-нибудь я приеду к вам

пĕр-пĕри

только в косвенных падежах:

пĕр-пĕрне — друг друга
эпир пĕр-пĕрне пĕлместпĕр — мы не знаем друг друга, мы не знакомы

пĕр-пĕринче — друг в друге, друг у друга
пĕр-пĕринче лайăххине кур — видеть друг в друге хорошее

пĕр-пĕринчен — друг о друге; друг над другом; друг от друга
пĕр-пĕринчен кул — смеяться друг над другом
çуртсем пĕр-пĕринчен инçе лараççĕ — дома расположены далеко друг от друга

пĕр-пĕринсĕр — друг без друга
пĕр-пĕринсĕр пурăнаймастпăр — мы не можем жить друг без друга

пĕр-пĕриншĕн — друг для друга
вĕсем пĕр-пĕриншĕн вута кĕме хатĕр — они готовы друг для друга сделать все (букв. кинуться в огонь)

пĕр-пĕччен

совершенно один, один-одинешенек
в совершенном одиночестве

уйра пĕр-пĕччен юман ларать — в поле стоит одинокий! дуб
вăл пĕр-пĕччен пурăнать — он живет один-одинешенек

пĕртен-пĕр

единственный
один-единственный

пĕртен-пĕр ача — единственный ребенок
мана пĕртен-пĕр шухăш канăç памасть — единственная мысль меня тревожит

пĕрчĕ

1.
зерно, зернышко
сĕлĕ пĕрчи — зернышко овса
пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пултăр — пусть из одного зернышка вырастут тысячи (пожелание урожая)

пĕрчĕ

4.
в отриц. конструкциях
в сочет. с числительным
пĕр и частицей те
нисколько, вовсе, совсем, совершенно

пĕр пĕрчĕ те ан хăра — совсем не бояться
пĕр пĕрчĕ те чухламасть — он совершенно не понимает

пĕт

2.
пропадать
погибать

ман сасă пĕтрĕ — у меня пропал голос
унпа пĕтес çук — с ним не пропадешь
пĕр кун ахалех пĕтрĕ — целый день пропал даром
вăрçа кайрĕ те пĕтрĕ — он ушел на войну и пропал, погиб
пĕтрĕ пуç! — пропала моя голова
пĕтнĕ çын — пропащий человек
Хырăмна пула пуçу пĕтĕ. — погов. Из-за ненасытного брюха (т.е. корысти) пропадет голова.

пĕтер

6.
губить
убивать

сада пĕтер — губить сад
шанчăка пĕтер — убить надежду
пĕтертĕн эсĕ мана! — погубил ты меня!
ал çитменни пĕтерет — меня губит нехватка времени; в том-то и беда, что времени не хватает
Çынна ĕç мар, хуйхă пĕтерет. — посл. Человека не работа губит, а горе. (соотв. Не годы старят, а горе).
Пĕр пукра пĕтĕм пурана пĕтернĕ. — посл. Один куколь может испортить закром хлеба. (соотв. Паршивая овца все стадо портит).

пĕтер

8.
изнашивать
çу каçиччен пĕр мăшăр атă пĕтертĕм — за лето я износил пару сапог

пĕтĕç

2.
объединяться, сплачиваться
пĕр çĕре пĕтĕç —
1) собраться в одно место
2) объединиться, сплотиться
халăх пуçлăх тавра пĕтĕçсе тăрать — народ сплотился вокруг вождя

пĕтре

I. уст.

1.
кожаный мешок, кожаная сумка (для муки)
Пĕтре çинче пĕр кăмпа. (Кăвапа). — загадка На кожаном мешке гриб. (Пупок).

пĕчченçи

одиноко, в одиночестве
пĕчченçи пурнăç — одинокая жизнь, жизнь в одиночку
пĕр пĕчченçи лар — сидеть в совершенном одиночестве

пилĕк

II.уст.

десятина (мера земельной площади)
пĕр пилĕк ана — надел величиной в десятину

пилĕк

III.

1. при конкр. счете, в качестве опр.
пять
пяти-

пилĕк кĕнеке — пять книг
пилĕк çĕрте — в пяти местах
пилĕк кунтан — через пять дней
пилĕк пуслăх укçа — пятикопеечная монета, пятак
пилĕк вĕçлĕ çăлтăр — пятиконечная звезда
пилĕк процентлă уксус — пятипроцентный уксус
пилĕк хутлă çурт — пятиэтажный дом
Пилĕк пӳрне те пĕр тан мар. — погов. Даже пять пальцев руки не одинаковы.

пис

1.
охладевать к кому-л., отчуждаться
пĕр-пĕринчен писсе пурăн — жить, чуждаясь друг друга

пиçиххи

поясной
пурçăн пиçиххи — шелковый пояс
шăрçаллă пиçиххи — пояс, украшенный бисером
ярапаллă пиçиххи — пояс с кистями
пиçиххи тăхи — поясная пряжка
пиçиххи шерепи — кисточка на поясе
пиçиххине хытар — затянуть пояс
яуртта пиçиххи хушшине хĕстер — заткнуть топор за пояс
Икĕ пиччен пĕр пиçиххи. (Карта юписем). — загадка Два братца одним поясом подпоясаны. (Столбы ограды).

плантаци

1.
плантация (пĕр-пĕр культура туса илекен пысăк лаптăк)

плебисцит

плебисцит (пĕр-пĕр пысăк ыйтăва татса пама пĕтĕм халăх сасăлани)
плебисцит ирттер — проводить плебисцит

полигами

полигамия (пĕр арçын темиçе хĕрарăмпа пурăнас йĕрке)

поляризаци

физ.
поляризация (япалан пĕр-пĕр пахалăхĕ хире-хирĕç точкăсенче — полюссенче палăрни)

помидор

помидорный, томатный
помидор калчи — помидорная рассада
помидор сĕткенĕ — томатный сок
помидор лартса ӳстер — выращивать помидоры
мана пĕр помидор пар-ха — дай мне один помидор

портвейн

портвейн
пĕр кĕленче портвейн — бутылка портвейна

порци

порция
пĕр порци — пельмень порция пельменей
çур порци — полпорции
пĕрер порци яшка ил — взять по порции супа

правило

1.
правило (пĕр-пĕр закона палăртакан пĕтĕмлетӳ)
грамматика правили — грамматическое правило
арифметикăпа правило вĕренме панă — по арифметике задано правило

право

2.
право (ирĕклĕх)
ĕçлев прави — право на труд
суйлав прави — избирательное право
политика прависем — политические права
самоопределени прави — право на самоопределение
пĕр тан правăллă пул — иметь равные права
правăсăр хăварни — лишение прав
правăсене тавăрни — восстановление прав

примыкани

грам.
примыкание (пĕр сăмах формине улăштармасăр тепĕр сăмаха пăхăнни)
примыкани çыхăнăвĕ — связь примыкания

провод

провод
изоляциллĕ провод — изолированный провод
пĕр шăнăрлă провод —одножильный провод
телефон провочĕ — телефонный провод
электричество провочĕ — электрический провод
тӳрĕ проводпа калаç — разговаривать по прямому проводу

протестантство

рел.
протестантство (католицизмăн пĕр тĕсĕ)

профессионализм

лингв.
профессионализм (пĕр-пĕр ăсталăх сăмахĕ)
пуплевре профессионализмсем тĕл пулаççĕ — в речи встречаются профессионализмы

процедура

1.
процедура (пĕр-пĕр ĕçе тумалли йĕрке)

пулан

всякий, каждый, любой (о человеке)
все
пулана ăçтан юрăн — на всех не угодишь
вăл пулан çынна алă памасть — он не каждому подаст руку
пулан кайăксем те çывăраççĕ, пĕр шăпчăк çеç калать юррине — фольк. спят все птички, один только соловей заливается

пулăш

II.

1.
помогать, оказывать помощь
инкекрен тухма пулăш — помочь выйти из беды, выручить чем-л.
пĕрне-пĕри пулăш — помогать друг другу
пĕр-пĕрне пулăшни — взаимная помощь, взаимопомощь
укçапа пулăш — помочь деньгами
эмел пулăшрĕ — лекарство помогло
ку ĕçе вăл пулăшнипе турăмăр — мы это сделали с его помощью
Кашкăр пулăшсан, вăрăмтуна та лашана ӳкерет. — погов. Коли волк поможет, и комар одолеет лошадь.

пулин

3.
хотя бы, хоть бы
если бы

эсĕ те пулин ан шарлаччĕ — ты бы хоть молчал
пĕр билетне те пулин выляв тухинччĕ — хотя бы на один билет выпал выигрыш
эсĕ мана маларах каланă пулинччĕ — если бы ты мне сказал пораньше, то...

пункт

1.
пункт (пĕр-пĕр ĕç тумалли вырăн)
диспетчер пункчĕ — диспетчерский пункт
сăнав пункчĕ — наблюдательный пункт

пур

2. в качестве опр.
все
патшалăхăн пур кĕтессисенче — те во всех уголках страны
пур енчен те — со всех сторон
пур ĕçе те туса пĕтертĕмĕр — мы закончили все работы
пур çын та пĕр мар — не все люди одинаковы

пурăн

1.
жить, существовать
килĕштерсе пурăн — жить в согласии
пĕр хуйхăсăр пурăн — жить без забот
хулара пурăн—  жить в городе
пурăнма куç — переехать на жительство
мĕнле пурăнатăр?—  как поживаете?
аран пурăнкала — неважно жить, еле существовать
вăл çĕр çулччен пурăннă — он прожил до ста лет
слонсем нумай пурăнаççĕ — слоны живут долго
Çынсăр çын пурăнаймасть. — погов. Человек не может жить без людей.

пурнăç

жизненный
пурнăç тĕвви — зародыш
пурнăçа пар — отдать жизнь
пурнăçран уйрăл — расстаться с жизнью
тухтăрсем аманнă çын пурнăçне çăлнă — доктора спасли жизнь раненому
вăл пĕр эрне пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнă — он целую неделю находился между жизнью и смертью

пуртенкке

портяночный
пĕр мăшăр пуртенкке — пара портянок
пуртенкке пирĕ — портяночная холстина

пус

I.

копейка
пĕр пус — одна копейка
виçĕ пус — 1) монета в три копейки 2) три копейки
çĕрте виçĕ пус выртать — на полу лежит трехкопеечная монета
кăранташ виçĕ пус тăрать — карандаш стоит три копейки
пĕр пус та ахаль ан тăккала — не тратить зря ни копейки
пĕр пус юлми — до единой копейки
Пусăн-пусăн тенкĕ пулать. — погов. Копейка к копейке — будет рубль. (соотв. Копейка рубль бережет).

пусăм

1.
шаг
кашни пусăмрах — на каждом шагу
пĕр пусăм та ан чак — не отступать ни на шаг

пуслăх

II.
выводок
пĕр пуслăх чĕп — выводок цыплят
пуслăх чăххи — наседка; клуша обл.

пуç

7.
означает единицу счета,
перевод зависит от считаемых предметов:

штука, головка, кочан, вилок и т. д.
пĕр пуç сухан — головка лука
купăста пуçĕ — кочан капусты

пуç

9.
конец, оконечность, край
вăрман пуçĕ — конец леса
пĕрене пуçĕ — конец бревна
ял пуçĕ — край деревни
Пĕр пуçĕ çăка, тепĕр пуçĕ юман, варринче вăкăр. (Тăпачă). — загадка На одном конце липа, на другом — дуб, а посредине — бычок. (Цеп).  

пуçана

свояк
ман пуçана — мой свояк
Ик пуçана пĕр çуна. — погов. Два свояка — дружная пара (букв. в одних санях).

пуçăн

I.

1.
головой, концом (в какую-л. сторону)
шалчана шĕвĕр пуçăн çĕре тăрăнтар — вбить кол в землю острым концом
Пĕр така кутан та, пуçăн та сĕкет. (Кисĕп). — загадка Баран бодает и задом и передом. (Пест).

пуçлан

I.
начинаться, наступать возникать
ĕç тăххăрта пуçланать — работа начинается в девять (часов)
урок пуçланчĕ — урок начался
çуркунне пуçланать — начинается весна
Пĕр пуçланса кайнă ĕçĕн ури пур. — посл. Доброе начало полдела откачало. (букв. Начатое дело имеет ноги).

пуçтар

I.

1.
собирать, набирать
подбирать

кăмпа пуçтар — собирать грибы
комбайн хыççăн çĕрулми пуçтар — подбирать картофель за комбайном
тăкăннă укçана пуçтар — подобрать рассыпавшуюся мелочь
хăйма пуçтар — снимать сливки
пĕр витре хăяр пуçтар — набрать ведро огурцов
улăма тураса пуçтар — сгребать солому (граблями)
пуçтарса тултар — насобирать, набрать (много)

пуçтарăн

2.
собираться (вместе), сосредоточиваться, накапливаться
пĕрле пуçтарăн — собраться вместе
тӳреме халăх нумай пуçтарăнчĕ — на площади собалось много народу
çарсем тапăнма пуçтарăнса тăнă — войска сосредоточились для наступления
Саланма — сакăр алăк, пуçтарăнма — пĕр алăк. — посл. Расходиться родным — восемь дверей, сойтись вместе — одна дверь.

путлĕ

1.
(достаточно) хороший, исправный
путный
разг.
пĕр путлĕ машина та çук — нет ни одной исправной машины
кунтан путлĕрех ручка çук-и вара санăн? — неужели у тебя нет ручки получше этой?

путлĕ

5.
ценный, стоящий
кунта пĕр путлĕ япала та çук — здесь нет ни одной стоящей вещи

пӳ

5. уст.
длина, протяженность, протяжение
пĕр ана пĕвĕ — длина одного загона

пӳл

2.
перебивать, прерывать (кого-л.)
сăмаха ан пӳл! — не перебивай!
пӳлмесĕр итле — слушать не перебивая
пӳлсех ыйт — спросить, перебив говорящего
пĕр-пĕрне пӳлсех калаçаççĕ — они говорят, перебивая друг друга

пӳлĕм

4.
отделение, карман (в чемодане, сумке)
портфелĕн пĕр пӳлĕмне тетрадьсем, тепĕр пӳлĕмне кĕнекесем хунă — в одно отделение портфеля сложены тетради, в другое — книги

пымак

1.
перехват, перемычка
сужение

кӳлĕ варринче пымак пур — посередине озеро сужено
Пĕр вĕçĕ пымак, тепĕр вĕçĕ шĕвĕр. (Йĕке). — загадка Один конец с перемычкой, а другой — острый. (Веретено).

пыр

II. глаг.

1.
идти, ехать
двигаться

малта пыр — идти впереди
кайра пыр — ехать сзади
колонна варринче пыр — двигаться в середине колонны
пĕрле пыр — идти вместе, сопутствовать
уйрăммăн пыр — идти врозь
çулпа пыр — двигаться по дороге
пĕр йĕрпе пыр — идти след в след
пуйăс хăвăрт пырать — поезд движется быстро
пирĕн патшалăх коммунизм патнелле пыраймарĕ — наша страна не дошла к коммунизму

пыр

4.
хватать, быть достаточным (на какой-л. срок)
апат-çимĕç пĕр уйăха пырать — (запасов) еды хватит на один месяц
ку пушмак нумая пычĕ — эти ботинки носились долго
Шăлтăр-шăлтăр урапа нумая пымасть. — посл. Разбитой телеги не надолго хватит.

радиаци

физ.
радиация (пĕр-пĕр япаларан пайăркасем саланни)

рас

5.
союз разг.
если
рас килтĕн, кĕр ĕнтĕ — раз уж пришел, заходи
см. пĕр 10.

реактив

хим.
реактив (пĕр-пĕр веществора тепĕр вещество пуррине реакци туса пĕлмелли япала)
хими реактивĕсем — химические реактивы

ревизи

2.
ревизия (пĕр-пĕр теорие çĕнĕрен пăхса тухни)

регион

регион (пĕр е темиçе çĕршыв кĕрекен район)

резонанс

1. физ.
резонанс (пĕр япала чӳхенни тепĕр япалана чӳхентерни)

рекламаци

рекламационный
рекламаци пар — предъявить рекламацию
пĕр рекламацисĕр ĕçле — работать без рекламаций

реконструкци

2.
реконструкция (пĕр-пĕр кивĕ япалана, çурта малтанхилле çĕнетни)

рет

1.
ряд, шеренга
виçĕ рет пукан — три ряда стульев
икĕ рет тăрса тух — построиться в две шеренги
рет хушшисене кăпкалатни — обработка междурядий
унăн çурчĕ пирĕннипе пĕр ретрех — его дом в одном ряду с нашим

референт

референт (пĕр-пĕр ыйтупа доклад тăвакан е консультаци паракан çын)

ритм

1.
ритм (тĕрлĕ элементсем пĕр йĕркепе ылмашăнса пыни)

рулон

рулонный
пĕр рулон толь — рулон толя
рулон хучĕ — рулонная бумага

савăл

2.
клин, клиновидный предмет
пусă хĕрринче пĕр савăл акман çĕр юлнă — на краю поля остался клинышек незасеянной земли
тăшман хӳтĕлевĕне савăлпа çурса кĕр — вклиниться в оборону противника

самант

миг, мгновение, момент
пĕр самантра — в одно мгновение
самантранах через — мгновение, в следующее мгновение
шăп çав самантра — как раз в этот момент
пĕр самант та сая ан яр — ни минуты не теряй даром
тăхта-ха пĕр самант — подожди-ка минутку

самантлăх

на миг, на мгновение
пĕр самантлăх та асран каймасть — ни на миг не выходит из головы
самантлăха пар-ха ручкуна — дай-ка на минуточку твою ручку

сапака

5.
нитка, низка
пĕр сапака шăрçа — нитка бус
тип кăмпа сапаки — низка сухих грибов

сараппан

сарафанный
вырăсла сараппан — сарафан русского типа
сараппанлăх çитсă туян — купить ситца на сарафан
Пĕр майран хĕрĕх сараппан. (Купăста). — загадка На барыне сорок сарафанов. (Капуста).

сарлакăш

ширина
çул сарлакăшĕ — ширина дороги
пĕр метр сарлакăш — шириною в метр
мĕн сарлакăшр — какой ширины?
ку шкап сарлакăшĕ çӳллĕшĕнчен икĕ хут пĕчĕкрех — ширина этого шкафа вдвое меньше высоты

сасă

4. полит.
голос
канашлакан сасă — совещательный голос
татăклă сасă — решающий голос
пĕр сасăллă пулса — единогласно
сасă прави — право голоса
хирĕç пилĕк сасă пулнă — против было пять голосов
сасă пар — отдать голос, голосовать

сасăсăр

беззвучно, бесшумно
молча, безмолвно

вăл пĕр сасăсăр пырса тăчĕ — он подошел бесшумно
мĕн сасăсăр ларатăр? — что вы сидите молчком?

сас-хура

собир.
1.
звуки, голоса
пĕр сас-хура та çук — не слышно ни звука
пӳртре сас-хура шăпланчĕ — в доме стихли голоса

сас-чĕв

(сасă-чĕвĕ)

собир.
звуки
пӳртре пĕр сас-чĕв те çук — в доме ни звука

сăмах

словесный
словарный

иккĕмĕшле сăмах — производное слово
кивелнĕ сăмах — устарелое слово, архаизм
пулăшу сăмахĕ — служебное слово
çĕнĕ сăмах — неологизм
хăй пĕлтерĕшлĕ сăмахсем — знаменательные слова
хутлă сăмах — сложное слово
кĕскетнĕ хутлă сăмах — сложносокращенное слово
ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем — заимствованные слова  
сăмах вĕçĕ — окончание слова
сăмах йышĕ — словарный состав
сăмах майлашăвĕ — словосочетание
сăмах пĕлтерĕшĕ — значение слова
сăмах пулăвĕ — словообразование
сăмах тытăмĕ — состав слова
сăмах улшăнăвĕ — словоизменение
сăмах форми — форма слова
сăмахпа усă курни — словоупотребление
сăмах тăвакан аффикссем — словообразовательные аффиксы
сăмахран сăмах куçар — переводить буквально, дословно
пĕр сăмах сиктермесĕр — от слова до слова, слово в слово
Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. — посл. Конь сорвется — поймаешь, слово сорвется — не поймаешь. (соотв. Слово не воробей, вылетит — не поймаешь).

сăмах

2.
фраза, высказывание, слово, что-л. сказанное
ӳкĕт сăмахĕ — увещевание, уговоры
тавтапуç ырă сăмахшăн — спасибо на добром слове
аннӳ сăмахне итле — слушайся (советов) матери
сăмах чĕн — промолвить слово
сăмах хуш — вмешаться в разговор, подать реплику
сăмах та хушма çук — нельзя и слова промолвить
сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ — фольк. поверив чужим словам, я потеряла свою головушку (из причитаний невесты)
Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах. — погов. Не знаешь — одно слово, знаешь — сто слов. (соотв. Не знаешь — и взятки гладки).

сăмах

9.
уговор, договоренность
сăмах тат — 1) уговориться 2) совершить сделку
пĕр сăмаха кил — прийти к согласию
Сăмах укçаран хаклă. — погов. Уговор дороже денег.

сăнар

1.
вид, образ, облик (человека)
пурте пĕр сăнар — все на одно лицо, все очень похожи
çын сăнарне çухат — потерять человеческий облик

сăпка

колыбельный
çатан сăпка — плетеная люлька
сăпка пĕкечи — дужка люльки
сăпка çитти — полог над люлькой
сăпка сиктерми — оцеп, шест у зыбки
сăпка йӳнчĕкĕ — оцеп, шест у зыбки
сăпка ачи — грудной младенец
сăпкари ача — грудной младенец
сăпка юрри — колыбельная (песня)
Хăрах ури сăпкара, хăрах ури акара. — погов. Одна нога в люльке, а другая — на пашне (о раннем приобщении к труду).
Пĕр сăпкара икĕ ача. (Пăри). — загадка В одной колыбели два ребенка. (Полба).

сăрă

1.
краска и краски
акварель сăрă — акварельные краски
çуллă сăрă — масляные краски
урай сăрри — краска для пола
пер банка сăрă — банка красок
сăрă шĕвет — разводить краску
çуллă сăрăпа ӳкернĕ — картина картина, написанная маслом
сăрă кайнă — краска сошла
Хĕлле те çулла та пĕр сăрă. (Хырпа чăрăш). — загадка Зимой и летом — одним цветом. (Ель и сосна).

сăрă

2.
краска (на лице), румянец
питĕнче пĕр сăрă та çук — в лице ни кровинки

сеанс

сеанс
ача-пăча сеансĕ — детский сеанс
гипноз сеансĕ — сеанс гипноза
каçхи сеанс — вечерний сеанс
çыхăну сеансĕ — сеанс связи
пĕр вăхăтра нумай шахматистпа вылямалли сеанс — сеанс одновременной игры в шахматы

секвестр

юр.
секвестр (патшалăх пĕр-пĕр çын пурлăхне конфискацилени, унпа усă курма чарни)
пурлăха секвестр ту — наложить секвестр на имущество

семинар

1.
семинар (аслă шкулта — пĕр-пĕр предметпа ирттерекен заняти)

сери

1.
серия (пĕр тĕрлĕ япаласен ярăмĕ)
кĕнекесен серийĕ — серия книг
пĕр сери сăнав ту — провести серию опытов

сери

2.
серия (пĕр йышши изделисем)
станоксен çĕнĕ серийĕ — новая серия станков
серипе туса кăлар — изготовлйть что-л. серийно

сетка

2.
сетка (хутаç)
пĕр сетка çĕрулми — целая сетка картофеля

сехет

часовой
çĕрле пĕр сехетре — в час ночи
кăнтăрла иртни икĕ сехет — два часа дня
ку ĕçе тума миçе сехет кирлĕ? — сколько часов нужно на эту работу?
пĕр-икĕ сехетрен — часа через два
пĕр сехет хушшинче — в течение часа
çур сехет — полчаса
çур сехетлĕх тăхтав — получасовой перерыв
сехечĕ-сехечĕпе — часами, целыми часами
машина сехетре çитмĕл километр каять — машина движется со скоростью семьдесят километров в час

сĕвем

1.
нить, нитка
пĕр сĕвем çип — нить
пурçăн сĕвемĕ — шелковая нитка
çĕлен çип сĕвемĕ — кусок суровой нитки
сĕвем пĕтĕр — прясть пряжу; сучить нитки

сĕвĕм

пук, пучок
пĕр сĕвĕм курăс — пучок мочала

сĕнкке

1.
то же, что сĕнкĕлтет 1.
пĕр-пĕчченех киле сĕнккерĕ — он побрел домой один-одинешенек

сĕрĕштер

2.
скапливать
сводить

çипсене пĕр еннелле сĕрĕштер — сводить нити в одну сторону (при тканье)

сĕрле

2.
гудеть, шуметь
рокотать

тӳпере самолет сĕрлени илтĕнет — в небе слышно гудение самолета
станок пĕр тикĕс сĕрлесе ĕçлет — станок равномерно рокочет

си

3. диал.
промежуток (времени), некоторое время
çил пĕр си шăпланчĕ — ветер на некоторое время утих

сивĕлен

охлаждаться, остужаться, остывать
ача пĕр вĕриленсе каять, пĕр сивĕленет — ребенка то бросает в жар, то он холодеет

сивĕн

4. перен.
чуждаться, охладевать, терять привязанность, интерес
пĕр-пĕринчен сивĕн — разлюбить друг друга
вăл килтен пачах сивĕнчĕ — он совсем отошел от дома
вăл темшĕн мусăкăран сивĕнчĕ — он почему-то охладел к музыке
Кăмăл пĕрре сивĕнсен, кăмака çинче ăшăтаймăн. — посл. Раз остывшее чувство нельзя подогреть на печи.

сигарет

сигарета и сигареты
сигаретный
фильтрлă сигарет — сигареты с фильтром
сигарет фабрики — сигаретная фабрика
пĕр пачка сигарет — пачка сигарет

сиен

4.
изъян, порок, недостаток, дефект
пĕренен пĕр сиен çук — бревно без единого изъяна

сик

3.
двигаться, передвигаться, перемещаться
кунтарах сик — подвинься сюда
вырăнтан сик — тронуться с места
пĕр сикмесĕр лар — сидеть не двигаясь, неподвижно

сик

8.
проходить, миновать (о времени)
çумăр çумасăр пĕр кун сикмест — не проходит и дня без дождя

сиккеле

3.
двигаться, шевелиться
пĕр сиккелемесĕр вырт — лежать совершенно неподвижно
мĕн сиккелесе ларатăн? — что ты ерзаешь?

сиккелен

1.
двигаться, шевелиться
пĕр сиккеленмесĕр вырт — лежать без движения, неподвижно
ан сиккелен! — ни с места!

сиктер

10.
пропускать, делать пропуск
кун сиктерсе — через день
пĕр сиктермесĕр шкула çӳре — ходить в школу без пропусков
сăмах сиктермесĕр итле — слушать, не пропуская ни слова

сикчĕллĕн

прерывисто, неравномерно
чĕре сикчĕллĕн тапать — сердце бьется неровно
пĕр ыйтуран теприн çине сикчĕллĕн куç — перескакивать с одного вопроса на другой

симбиоз

биол.
симбиоз (икĕ организм пĕр-пĕрне уса кӳрсе пĕрле пурăнни)
чĕрĕ организмсен симбиозĕ — симбиоз живых организмов

симптом

симптом (пĕр-пĕр пулăмăн тулашĕнчен курăнакан палли)

синкер

5. диал.
страшилище
Пӳртре пĕр синкер сикет. (Шăпăр). — загадка В избе прыгает страшилище. (Метелка).

синонимика

1.
синонимика (пĕр-пĕр чĕлхери синонимсем)
пуян синонимика — богатая синонимика

синтез

1. филос.
синтез (япала пайĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса тĕпчемелли меслет)

синхрони

лингв.
синхрония (пĕр вăхăтри чĕлхе пулăмĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса тăни)

синхрониллĕ

синхронный (пĕр вăхăтрах пулакан)
синхронно
синхрониллĕ куçару — синхронный перевод
синхрониллĕ янăрани — синхронное звучание

сирпĕт

1.
брызгать, разбрызгивать
ачасем пĕр-пĕрне шывпа сирпĕтеççĕ — дети брызгают друг на друга водой
сурчăк сирпĕтсе калаç — брызгать слюной при разговоре

сисĕн

2.
чувствоваться, ощущаться
сказываться, проявляться
замечаться, наблюдаться

сисĕнмесĕрех пĕр уйăх иртрĕ — незаметно прошел месяц
калаçу сисĕнмесĕрех урăх ыйту çине куçрĕ — разговор незаметно перешел на другую тему
хăнăхтару усси ăмăртура сисĕнет — польза тренировок проявляется в соревнованиях
вăл поэзие лайăх пĕлни сисĕнет — чувствуется, что он хорошо знает поэзию

сисĕн

3.
казаться, представляться
инçетрен пăрахут пĕр вырăнта тăнăн сисĕнет — издали пароход кажется неподвижным

служба

3.
служба (пĕр-пĕр ыйтăва тивĕçтерекен ĕç)
диспетчер служби — диспетчерская служба
йăла служби — служба быта
çыхăну служби — служба связи

сортамент

спец.
сортамент (пĕр йышши изделисен тĕрлĕ сорчĕсем)

сперматозоид

сперматозоид (ар вăрлăхĕн пĕр клетки)

спора

биол.
спора и споры (хăш-пĕр ӳсентăрансен ĕрчев тĕввисем)

стабилизаци

стабилизация (пĕр шайра çирĕпленни)
хаксен стабилизацийĕ — стабилизация цен
экономикăри стабилизаци — экономическая стабилизация

стабиллĕ

стабильный (пĕр шайра çирĕпленнĕ)

стажер

стажер (пĕр-пĕр ĕçе хăнăхма ĕçлекен çын)

стакан

1.
стакан
кĕленче стакан — стеклянный стакан
пĕчĕк стакан — стаканчик
çӳхе стакан — тонкостенный стакан
пĕр стакан сĕт ĕç — выпить стакан молока

стилизаци

стилизация (ăсталăх хайлалăхĕне пĕр-пĕр стиль майлă туни)

столбец

столбец (наборланă йĕркесен пĕр тăрăхĕ)
хаçат столбецĕсем — газетные столбцы
пĕр столбец вуласа тух — прочесть один столбец

стопка

разг.
стопка
пĕр стопка эрех — стопка вина, водки

страноведени

(çĕршыв ăслăлăхĕ)
страноведение (пĕр-пĕр çĕршыври çутçанталăк условийĕсене, общество пурнăçĕпе экономикине, халăх культурипе йăли-йĕркисене тĕпчекен ăслăлăх)

суй

лгать, обманывать
врать
разг.
куç кĕрет суй — лгать в глаза
пĕр суймасăр калатăп — говорю без всякого вранья
суйса кăтарт — наговорить, налгать на кого-л.
суйса тултар — налгать, наплести

сукмак

тропинка, тропа
стежка
прост.
вăрман сукмакĕ — лесная тропа
пĕчĕк сукмак — тропка, тропочка
такăр сукмак — торная тропа
сукмак ту — проложить тропинку
вăрманта мулкач сукмакĕсем нумай — в лесу много заячьих троп
Чакакăн пĕр сăвă, ухмахăн пĕр сукмак. — посл. У сороки одна песня, у глупца одна дурь (букв. тропинка).

супка

короткий период, промежуток (времени)
пĕр супка йăлтах шăпланче — на время все утихло

сур

1.
плевать, сплевывать, плеваться
алăсем çине суркала — поплевать на руки (готовясь к работе)
лач! сур — смачно сплюнуть
юнлă сур — харкать кровью
сурса кăлар — выплюнуть
Пĕр çын сурать — типсе пырать, халăх сурать кӳлĕ пулать. — посл. Один человек плюнет — высохнет, народ плюнет — образуется озеро.

суррогат

суррогат (пĕр-пĕр продукт вырăнне усă куракан япала)

сывла

1.
дышать
пĕр тикĕс — сывла дышать ровно
сăмсапа сывла — дышать носом
уçă сывлăшпа сывла — дышать свежим воздухом
сывлайми пул — задохнуться
вăл аран сывлать — он чуть дышит
пулă сухапа сывлать — рыба дышит жабрами
тăвăр çуха сывлама памасть — тесный воротник перехватывает дыхание

сывлăш

дыхательный
сывлăш пăсĕ — пар от дыхания
пĕр сывлăшпах — одним духом
сывлăш ил — получить передышку
сывлăш питĕрĕнчĕ — дыхание перехватило
сывлăш пӳлĕнчĕ — дыхание перехватило

сывлăш çавăр —
çавăрса яр —
1) перевести дыхание
пĕр сывлăш çавăрмасăр — не переводя дыхания
2) перен. поправить материальное положение

юлашки сывлăш тухиччен — до последнего вздоха

сыпăк

8.
куплет
колено
(песни)
пĕр-икĕ сыпăк юрласа пар — спеть один-два куплета
шăпчăк юррин сыпăксем нумай — у соловьиной песни много колен

сыпкăм

глоток
пĕр-икĕ сыпкăм шыв ĕç — сделать один-два глотка воды

суркам

плаха (расколотый пополам кусок бревна)
полено
юман суркам — дубовая плаха
пĕр суркам вутă çук — нет ни полена дров

та

I. союз

1.
и, да
при повторении и... и...
в отрицательных оборотах ни... ни...
шыв тарăн та таса — вода глубокая и чистая
икĕ ывăл та пĕр хĕр — два сына и одна дочь
кай та часрах таврăн — иди да побыстрее возвращайся
унта та, кунта та — и здесь и там, и там и сям
вăл унта та, кунта та çук — его ни там ни здесь нет

та

5.
в сочет. с пулин
хоть, хоть бы, хотя бы

пĕр кун та пулин кĕтер-ха — подождем хоть один день

та

6.
в отриц. оборотах — со значением усиления
ни пĕр кун та уяр пулмарĕ — не было ни одного погожего дня
ниçта та каймастăп — я никуда не пойду
нихçан та — никогда
никам та — никто
нимĕн те — ничто
нимĕнле... те — никакой
мана нимĕнле эмел те кирлĕ мар — мне не нужно никакого лекарства

табу

табу (пĕр-пĕр япалапа уса курма е сăмах калама чарни)

тайăн

2.
неполный
пĕр тайăн урапа утă — неполный воз сена

тальянккă

тальянка (гармонь)
пĕр ретлĕ тальянккă — тальянка-однорядка

тан

II.

1.
равный, одинаковый
тан мар — неравный, неодинаковый
тан мар тытăçу — неравная схватка
тан виçкĕтеслĕхсем — мат. равновеликие треугольники
пĕр тан — равный
пĕр тан право — равноправие
пĕр тан енлĕ — равносторонний
пĕр тан хаклă — равноценный
эпир унпа пĕр тан — мы с ним ровесники
Шăлсем те пĕр тан пулмаççĕ. — погов. Зубы и те бывают неодинаковые.
тана тух — стать равным, сравняться в чем-л.
тана хур — 1) считать за равного, принимать за ровню 2) оценить одинаково, дать одинаковую цену

танлаштару

1.
сравнение, сопоставление
соотнесение

анăçсăр танлаштару — неудачное сравнение
вырăнсăр танлаштару — неуместное сравнение
пĕр йышши танлаштарусем — однотипные сравнения
танлаштару ту — сравнивать, проводить сравнение

танлă

I.
равный, одинаковый
танлă пăх — относиться как к равному
пĕр танлă —
1) равноправный
пирĕн патшалăхри пĕр танлă халăхсем — ист. равноправные народы нашей страны
2) ровесник, сверстник
эпир унпа пĕр танлă — мы с ним ровесники

тантăш

1.
ровесник, сверстник, одногодок
унпа тантăшĕсем — его ровесники, сверстники, одногодки
тантăш каччă — ровесник (юноша)
тантăш хĕр — ровесница (девушка)
эпир унпа пĕр тантăш — мы с ним ровесники

тапран

3.
шевелиться
двигаться
шелохнуться

ним тапранмасăр — без единого движения, не шелохнувшись
пĕр тапранмасăр — без единого движения, не шелохнувшись
тапранмасăр вырт — лежать не шевелясь
шăл тапраннă — зуб начал шататься
аяк ыратни тапранма та памасть — боль в боку не дает даже шевельнуться

тапхăр

4. диал.
раз
темиçе тапхăр — несколько раз
пĕр тапхăр —
1) некоторое время, небольшой отрезок времени
2) один раз, однажды
3) сразу, в один прием

тариф

тариф (пĕр-пĕр ĕçри тӳлев хакĕсем)

тат

2.
рвать, собирать, снимать (выращенное)
кантăр тат — теребить коноплю
пĕр панулми тат — сорвать (одно) яблоко
кĕркунне панулми тат — снимать осенью яблоки
çырла тат — собирать ягоды
кăмпа тат — собирать грибы
хăмла тат — рвать хмель
чечек тат — рвать цветы
мăйăр тат — собирать орехи
татса ил — сорвать
татса пĕтер — убрать, сорвать все (напр. яблоки)

татăк

3.
кусок
какай татăкĕ — кусок мяса
кукăль татăкĕ — кусок пирога
çисе яман татăксем — объедки
пĕр татăк çăкăр та çук — нет ни куска хлеба

татăк

5.
клочок (земли)
небольшой участок
çичĕ хĕрĕн пĕр татăк çĕр те пулман — фольк. на семь дочерей не было ни клочка земли

таттисĕр

беспрерывно, непрерывно, постоянно, все время
очень долго

таттисĕр çумăр — беспрерывный дождь
таттисĕр калла-малла ут — бесконечно ходить взад и вперед
вăл кунта пĕр таттисĕр вунă çул ĕçлет — он непрерывно работает здесь десять лет

тачкăш

2.
толщиной в...
пăр тачкăшĕ — толщина льда
пĕр миллиметр тачкăш пралук — проволока сечением в один миллиметр
хул тачкăш патак — палка толщиной в руку

тăвайкки

1.
склон горы, косогор
чăнкă тăвайкки — крутой склон горы
тăвайкки ярăн — кататься с горы
хĕвел тăвайкки хыçне анса ларчĕ — солнце скрылось за горой
Пĕр тăвайккинче икĕ шăтăк алтăр ларать. (Хăлха). — загадка На склонах одной горы два худых ковша. (Уши).

тăккала

4.
допускать потери
тырпула пĕр тăккаламасăр пухса кĕрт — убрать урожай хлебов без потерь

тăлăххăн

3.
одиноко
уйра пĕр хыр тăлăххăн ларать — в поле одиноко стоит сосна
сасă тăлăххăн илтĕнет — слышится одинокий (букв. одиноко) голос

тăплăм

1.
пучок, клок, клочок
пĕр тăплăм курăк — пучок травы

тăпра

земляной, почвенный, грунтовой
йӳçек тăпра — кислая почва
йӳçĕ тăпра — кислая почва
кăпăшка тăпра — рыхлая почва, мягкий грунт
кĕллĕ тăпра, кĕл тăпри — подзол
кĕлленчĕк тăпрасем — подзолистые почвы
нӳрлĕ тăпра — влажная почва
пулăхлă тăпра — плодородная почва
çĕрĕк тăпри — перегной, гумус
тăмлă тăпра — глинистая почва, суглинок
хăйăрлă тăпра — песчаная почва, супесь
хура тăпра — чернозем
тăпра айĕнчи си — подпочвенный слой, подпочва
тăпра картти — с.-х. почвенная карта
тăпра тытăмĕ — структура почвы
тăпрари нӳрĕке тытса хăвар — задержать почвенную влагу
Типĕ тăпра урана çыпăçмасть. — посл. Сухая земля к ногам не пристает (т. е. к честному человеку клевета не пристанет).
Хуньăшĕпе кĕрӳшĕ— пĕр тăпра. — погов. Тесть с зятем заодно (букв. тесть и зять — одна почва).
Хут арчара хура тăпра. (Чей). — загадка В бумажном сундучке хранится чернозем. (Чай).

тăрăх

4.
массив
полоса

вăрман тăрăхĕ — 1) лесная полоса 2) лесной массив, участок леса
пĕр тăрăх тулă ак — засеять полоску пшеницы

тăрăхла

II.

1.
подшучивать, подсмеиваться, насмехаться
подтрунивать
разг.
пĕр-пĕринчен тăрăхла — подшучивать друг над другом
тăрăхласа калаç — говорить с иронией
тăрăхласа кул — подсмеиваться
тăрăхласа питле — обличать
тăрăхласа кала — говорить в ироническом тоне
тăрăхласа пĕтер — высмеять, обсмеять
мăшкăлласа тăрăхла — издеваться, глумиться

тăсăм

1.
штука, кусок, рулон
пĕр тăсăм пир — кусок холста

тăтăш

часто
постоянно, систематически, регулярно

все время
пĕр тăтăш — то и дело
тăтăшах аса илтер — постоянно напоминать
чирлĕ çынна тăтăшах эмел парса тăр — регулярно давать лекарство больному

тăтăшшăн

2.
густо, сплошь
Атăлта пĕр тăтăшшăн пăр юхать — по Волге сплошь идет лед

тăхăм

1.
род, племя
вĕсем пĕр тăхăм — они одного рода-племени

тезис

тезис (пĕр-пĕр шухăша кĕскен калани)
доклад тезисĕсем — тезисы доклада
тезис формипе çыр — написать в форме тезисов

телеологи

филос.
телеология (тĕнчере пĕтĕмпех пĕр палăртнă тĕллев тăрăх аталанса пырать, текен идеализмла вĕрентӳ)

тенешкел

2.
почти, почти что
пĕр сасăпа тенешкел — почти единогласно

терморегулятор

терморегулятор (температурăна пĕр виçере тытса тăракан хатĕр)

термостат

спец.
термостат (ăшĕнчи температурăна пĕр пек тытакан аппарат)
[грек. thermē — ăшă, ăшăлах, тата statos — тăракан]

терт

4.
напряжение, перенапряжение (физическое)
натуга разг.
вăл йывăр кире пуканне пĕр тертсĕр çĕклерĕ — он без напряжения поднял тяжелую гирю

тертлентер

4.
изводить, надоедать
вăл мана яланах пĕр ыйтупа тертлентерет — он изводит меня одним и тем же вопросом

теçетке

1.
десяток
пĕр теçетке çăмарта — десяток яиц
пĕр-ик теçетке — десяток-другой

тетралоги

лит.
тетралогия (пĕр шухăшпа çыхăннă тăватă хайлалăх)

техĕмсĕр

1.
невкусный, безвкусный
пĕр техĕмсĕр апат — совершенно безвкусная пища

тĕве

верблюжий
ама тĕве — верблюдица
пĕр курпунлă тĕве — одногорбый верблюд
икĕ курпунлă тĕве —двугорбый верблюд
тĕве пăрушĕ — верблюжонок
тĕве ашĕ — верблюжатина
тĕве çăмĕ — верблюжья шерсть
тĕве тире — верблюжина, шкура верблюда

тĕвĕ

1.
узел, узелок
петля

тĕвĕ ту — 1) завязать узел 2) перен. решить окончательно, бесповоротно
Пĕр алăпа тĕвĕ салтма та йывăр. — посл. Одной рукой трудно и узел развязать.

тĕл

I.

1.
место
эпир чарăннă тĕлте — там, где мы остановились
нихăш тĕлте те — нигде
нумай тĕлте — во многих местах
пĕр тĕлтен тепĕр тĕле — с места на место
хăш тĕлте? — где?, в каком месте?
хăшпĕр тĕлте — кое-где
ытти тĕлте — в других местах

тĕллев

цель, задача
палăртнă тĕллев — намеченная задача
пĕртен-пĕр тĕллев — единственная цель
пурнăç тĕллевĕ — 1) цель жизни 2) смысл жизни
тĕп тĕллев — главная задача, основное направление
тĕллеве пурнăçла — добиться цели
тĕллев ларт — поставить цель (перед кем-л.)
тĕллев тыт — поставить цель (перед собой)
тĕллеве пĕлтерекен пăхăнуллă предложени — грам. придаточное предложение цели
вăл уçăмлă тĕллевпе ĕçлет — он трудится целеустремленно

тĕнĕллĕ

имеющий ось, с осью
осный

пĕр тĕнĕллĕ урапа — двуколка (букв. одноосная телега)
виç тĕнĕллĕ грузовик — трехосный грузовик

тĕнче

1.
мир, вселенная
мироздание
книжн.
тĕнче пулса кайни — происхождение вселенной
тĕнче уçлăхĕ — космос, космическое пространство
Пĕр тĕнче пĕтет — тепĕр тĕнче тухать. (Кунпа çĕр ылмашни). — загадка Один мир кончается, другой — начинается. (Смена дня и ночи).

тĕпренчĕк

1.
крошка и крошки,
крошево

вĕтĕ тĕпренчĕксем — мелкие крошки
кĕленче тĕпренчĕкĕ — осколки стекла
çăкăр тĕпренчĕкĕ — крошки хлеба
иртенпе çăварта пĕр тĕпренчĕк те пулман — у меня во рту с утра не было ни крошки

тĕрĕслĕх

1.
правда, истина
правдивость

тĕрĕслĕх шыра — искать правду
Пин суя пĕр тĕрĕслĕхе тамасть. — погов. Тысяча лживых слов не стоит одной правды.

тĕркем

то же, что тĕрке I.
пĕр тĕркем хаçат — целая кипа газет
çип тĕркемĕ — моток ниток
улăм тĕркемĕ — охапка соломы

тĕршĕн

2.
прислоняться, прижиматься
притулиться
разг.
пĕр-пĕрин çумне тĕршĕн — прижаться, прильнуть друг к другу
кăмака çумне тĕршĕн — прислониться к печке

тĕслĕ

3.
имеющий какой-л. вид,
имеющий
какую-л. внешность
чипер тĕслĕ — имеющий красивую внешность
пĕр тĕслĕ — 1) одноцветный 2) одинаковый 3) однообразный

тие

2. перен.
перегружать, загружать сверх меры кого-л.,
давать много поручений кому-л.
йăлтах пĕр çын çине тие — взваливать все на одного человека

тиен

2.
садиться в большом количестве, сверх меры
пĕр машина ача тиенсе пырать — на машине полно ребят

тикĕс

ритмично, бесперебойно
цех пĕр тикĕс ĕçлет — цех работает ритмично
мотор тикĕс ĕçлет — мотор работает без перебоев

тикĕссĕн

4.
ритмично, без перебоев
мотор пĕр тикĕссĕн ĕçлет — мотор работает без перебоев

тип

3. биол.
тип (пĕр евĕрлĕ чĕрчунсен, ӳсентăрансен йышĕ)
пай ураллă чĕр-чунсен типĕ — тип членистоногих животных

тирĕм

низка, нитка
пĕр тирĕм шăрçа — (одна) нитка бус
пĕр тирĕм типĕтнĕ кăмпа ил — купить низку сушеных грибов

томлă

в... томах
из... томов
-томный

пĕр томлă кăларăм — однотомное издание, однотомник
нумай томлă кăларăм — многотомное издание, многотом-ник
икĕ томлă сăмахсар — словарь в двух томах

тон

муз.
тон (янравлă, шавлă мар сасă)
хулăн тон — низкий тон
пĕр тон çӳлерех ил — взять тоном выше, взять на (один) тон выше

топографи

2.
топография (пĕр-пĕр вырăнти çĕр пичĕ)
Атăлçи топографийĕ — топография Поволжья

топоними

топонимия (пĕр-пĕр вырăнти, патшалăхри топонимсем)

тотемизм

этн.
тотемизм (пĕр-пĕр чĕрчуна йăх пуçĕ тесе хисеплес йăла)

транзит

1.
транзит (тавара, çынсене пĕр патшалăх урлă тепĕр патшалăха е пĕр пункт урлă теприне турттарни)

трансплантаци

мед.
трансплантация (ӳт пайне е пĕр-пĕр органа куçарса лартни)
[лат. transplantare — куçса ларт]
чĕре трансплантацийĕ — трансплантация сердца

транспорт

2.
транспорт (пĕр парти тиев)
транспорт йышăв — принять транспорт

трилоги

лит.
трилогия (пĕр пĕтĕм шухăшпа çыхăннă виçĕ хайлалăх)
[грек. trilogos <— tri- — виçĕ, тата logos — сăмах, пуплев]
трилогин юлашки кĕнеки — последняя книга трилогии

трусси

трусы, трусики
хĕрарăм труссийĕ — женские трусики
пĕр трусси — пара трусов

туклат

стучать, постукивать, издавать стук
движок пĕр саслăн — туклатать монотонно постукивает движок

тумлам

1.
капля
шыв тумламĕ — капля воды
юлашки юн тумламĕ тухиччен — до последней капли крови
çăва тухнă-ранпа пĕр тумлам çумăр ӳкмерĕ — с весны не было ни капли дождя
пĕр тумлам шыв та юлмарĕ — не осталось ни капельки воды

туплашка

1.
катушка, шпулька
пĕр туплашка çип — катушка ниток

турат

веточный
лапсăркка турат — развесистая ветка
сыпмалли турат — черенок, привой (для прививки фруктовых деревьев)
хăрăк турат — 1) сухая ветка (на дереве) 2) хворост, сушняк
хунав турат — побег, отпрыск
турат вутти — хворост
турат яр — дать побег
Пурте пĕр туратран. — погов. Все от одной ветки. (соотв. Одного поля ягода).
Хуçăк турата сыпаймăн. — погов. Сломанную ветку обратно не приставишь.

турăш

икона
авалхи турăш — старинная икона
турăш кĕтесси — божница, киот
турăш вырăнĕ — божница, киот
Турăшпа кĕреçене пĕр йывăçран тăваççĕ. — погов. Икону и лопату делают из одного дерева.

турталлă

имеющий оглоблю, с оглоблей
икĕ турталлă урапа — телега с двумя оглоблями
пĕр турталлă урапа — телега с дышлом

туртăн

7. разг.
упрямиться
заставлять
(себя) упрашивать
ломаться

пĕр туртăнмасăр килĕш — согласиться не ломаясь
туртăнса ан тăр ĕнтĕ! — ну не упрямься же!

тутăр

платочный
сам тутăр — шерстяной платок
пысăк тутăр — шаль
сăмса тутăрри — носовой платок
çыхнă тутăр — вязаный платок
тĕрленĕ тутăрăр вышитый платок
тутăр вĕçĕ —  уголок платка
тутăр кĕтесси —  уголок платка
тутăр салт — снять, развязать платок
тутăр çых — повязать платок
Çын çăварне тутăрăр карса чараймăн. — погов. На чужой роток не накинешь платок.
Пĕр майра пуçне пилĕк пурçăн тутăр çыхнă. (Чечек). — загадка Барыня повязала пять шелковых платков. (Цветок).

тух

9.
выходить, давать выход
получаться

пĕр пăт çăнăхран пăт çурă çăкăр тухать — из пуда муки выходит полтора пуда хлеба
гектартан вăтăр центнер тулă тухрĕ — с каждого гектара получили тридцать центнеров пшеницы
ку какайран виçĕ шницель тухать — из этого мяса выйдет три шницеля

тухăм

выход, выезд
пĕр тухăмра — за один раз (букв. за один выход)

тӳн

2.
падать, валиться
карта тӳннĕ — ограда повалилась
Халăх пĕр харăс вĕрсен капан та тӳнет. — погов. Народ дунет — и стог повалится.

тӳпе

7.
небо, небосвод
сенкер тӳпе — голубое небо
тӳпере пĕр пĕлĕт те çук — на небе ни облачка

тымарлă

2. лингв.
имеющий корень
-корневой, -коренной

пĕр тымарлăлă сăмахсем — однокоренные слова, слова, образованные от одного корня

тытăм

4.
прием
ĕçе пĕр тытăмра туса пĕтер — закончить дело в один прием

тытăç

взаимн.

1.
схватываться, сцепляться
пĕр-пĕринпе тытăç — сцепиться друг с другом, вцепиться друг в друга
çӳçрен тытăç — схватить друг друга за волосы
тытăçса кай — сцепиться, схватиться
тытăçса ӳк — повалиться в схватке

тытăç

2.
быть взаимосвязанным
çутçанталăкри пулăмсем пĕр-пĕринпе тытăçса тăни — взаимосвязь явлений природы

тюбик

тюбик (маç таврашĕ валли çемçе металран е пластмассăран тунă савăт)
пĕр тюбик шăл пасти — тюбик зубной пасты

увольнени

увольнение (çарта — пĕр кунлăх канашу)
увольнение кай — получить увольнение

узел

I.

1.
узел (пĕр-пĕр ĕç центрĕ)

уйăру

деление
дележ, дележка
разг.
пĕр тан уйăру — деление на равные части

уйăхлăх

2.
на месяц
уйăхлăх вутă — запас дров на месяц
пĕр уйăхлăх отпуск — месячный отпуск
çартан уйăхлăха таврăн — приехать из армии на месяц

уйлăх

открытая, безлесная местность
Пĕр енĕ вăрманлăх, тепĕр енĕ уйлăх. (Кĕрĕк). — загадка С одной стороны лес, а с другой — поля. (Шуба).

уйрăл

2.
выделяться
отличаться

уйрăлса тăр —
1) отделяться, быть отделенным, обособленным
хулан пĕр пайĕ юханшывпа уйрăлса тăрать — часть города отделена рекой
2) отличаться, выделяться
вăл хăйĕн вăйĕпе уйрăлса тăрать — он отличается своей силой

укçа

денежный
вак укçа — мелкие деньги
выляв укçи — выигранные деньги, денежный выигрыш
преми укçи — премиальные (деньги)
суя укçа — фальшивые деньги
хут укçа — бумажные деньги
укçа системи — денежная система
укçа выляса ил — выиграть деньги
укçа тӳле — платить деньги
укçана перекет кассинче усра — хранить деньги в сберегательной кассе
Укçапа чыслăх пĕр енчĕке кĕмеççĕ. — погов. Честь и деньги в одном кошельке не умещаются.

ултсăмăр

числ. собир.
мы шестеро, мы вшестером
ултсăмăртан пĕри — один из нас шестерых
ултсăмăр та пĕр хуларан — мы все шестеро из одного города

унисон

муз.
унисон (пĕр пек сасăсем пĕр харăс янăрани)
унисонпа юрла — петь в унисон

уншăн

1.
для него, для нее
ради него, ради нее

уншăн пулсан пурĕ пĕр — ему все равно

ура

III.
омет, скирд, скирда (продолговатой формы)
пĕр ура улăм — скирд соломы
утта урана хыв — заскирдовать сено

урапа

тележный, подводный, повозочный
ал урапи — ручная тележка, тачка
пĕчĕк урапа — детская коляска
çатан урапа — тарантас
урапа ещĕкĕ — кузов, ящик телеги
урапа пăти — чека (на конце оси)
урапа çулĕ — проезжая дорога
урапа тĕнĕлĕ — тележная ось
урапа ӳречи — грядки телеги
урапа кӳл — запрягать в телегу
Урапа планах пĕр йĕрпе чупмасть. — посл. Телега не всегда катится по одной колее
Уйра утсăр урапа чупать. (Мото). — загадка По полю катит телега без коня. (Мотоцикл).

урапа

2.
воз
пăрçа урапи — 1) воз гороховой соломы 2) перен. голова с очень мелкими кудрями
пĕр урапа утă — воз сена

урлăшĕ-тăршшĕ

длина и ширина
урлăшĕ-тăршшĕ пĕр — длина и ширина одинаковы
урлăшĕ-тăршшĕ пĕр — что в длину, что в ширину — одинаково

уçăм

III. диал.
площадь, территория
участок

Виçĕ кил пĕр уçăма ларман. — погов. Три хозяина не могут поселиться на одном участке.

уçмухха

разг.
восьмушка
осьмушка
уст.
пĕр уçмухха тапак — восьмушка табаку

утăм

1.
шаг
малтанхи утăмсем — первые шаги
пысăк утăм — большой, длинный шаг
кашни утăмра — на каждом шагу
пирĕнтен пĕр çĕр утăмра — шагах в ста от нас

уя

1.
различать, разграничивать, подходить дифференцированно
нимене уямасăр — невзирая ни на что
пĕр уямасăр — без всякого стеснения

фанатизм

фанатизм (пĕр-пĕр ĕçе, идейăна ăссăрла парăнса уншăн темте тума хатĕр пулни)
тĕн фанатизмĕ — религиозный фанатизм

фонетика

1.
фонетика (пĕр-пĕр чĕлхери сасăсем)

формаци

2. геол.
формация (пĕр тапхăрта хывăннă сийсем)
вулкан формацийĕ — вулканическая формация

фотон

физ.
фотон (çуттăн пĕр пайĕ)

фраза

2. муз.
фраза (сасăсен, аккордсен пĕр çаврăмĕ)
музыка фрази — музыкальная фраза

фракци

II. хим.
фракция (кăткăс шĕвекĕн пĕр пайĕ)
бензинăн çăмăл фракцийĕсем — легкие фракции бензина

фронт

2.
фронт (пĕр командующи ертсе пыракан армисен ушкăнĕ)

фуга

муз.
фуга (пĕр темăна темиçе сасăпа вĕçе-вĕçĕн калани)
тăватă саслă фуга — четырехголосная фуга

фук

фук (шашкăлла вылянă чух йăнăш çӳренĕшĕн пĕр шашкине илни)
фук ту — фукнуть

хавассăр

3.
без охоты, без желания, неохотно
пĕр хавассăр килĕш — согласиться на что-л. без всякого желания

хайхи

3. вводн. сл.
значит, стало быть
пĕр кун каять хайхи, икĕ кун каять — день он идет, значит, второй идет

ханкăртат

2. разг.
тараторить
бубнить

вăл пĕр вĕçĕмсĕр ханкăртатать — он все время что-то бубнит

харăс

2.
все сразу, одновременно
все враз
прост.
харăс тухса кай — уйти всем сразу
пĕр харăс —
1) как один, дружно
лашасем пĕр харăс тапса сикрĕç — лошади дружно сорвались с места
2) одновременно
в один и тот же миг
пĕр харăс виçĕ станок çинче ĕçле — работать одновременно на трех станках

харкаш

2. перен.
ссориться, ругаться, браниться, скандалить
пĕр-пĕринпе харкаш — ссориться друг с другом
харкашса пĕт — перессориться, переругаться
харкашса пурăн — жить с кем-л. в ссоре
вĕсем харкашкаласа илчĕç — они повздорили

хăйпăк

2.
задорина, задоринка
пĕр хăйпăксăр хăма — доска без единой задоринки

хăлаç

1.
маховая сажень (расстояние между концами средних пальцев раскинутых рук)
Икĕ алă — пĕр хăлаç. — погов. Две руки — целая сажень.

хăлха

ушной
вăта хăлха — анат. среднее ухо
мулкач хăлхи — заячьи уши
урлă хăлха — оттопыренные уши
хăлха карăнтăкĕ — анат. барабанная перепонка
хăлха çурхахĕ — анат. барабанная перепонка
хăлха çунатти — анат. ушная раковина
хăлха чĕччи — мочка уха
хăлха юхни — выделения из уха

хăлхана тăрат —
1) поставить уши торчком (напр. о кролике, собаке)
2) перен. навострить уши, насторожиться

хăлхана чик —
1) внимательно слушать
2) слушаться, выполнять сказанное
3) перен. наматывать на ус

хăлхаран кала — говорить на ухо, шептать
хăлхаран пар — драть за уши
хăлхаран пăшăлтат — нашептывать на ухо
хăлха илтми пулчĕ — уши заложило
хăлха кашлать — в ушах шумит
хăлха уçăлчĕ — у меня перестало в ушах шуметь
Пĕр хăлхинчен кĕрет, тепринчен тухса каять. — погов. В одно ухо входит, из другого выходит.

хăмăшлăх

камышовые заросли
Пĕр енĕ хăмăшлăх, тепĕр енĕ çеçенхир. (Кĕрĕк). — загадка С одной стороны камышовые заросли, с другой — степь. (Шуба).

хăнала

угощать
потчевать
разг.
пĕр-пĕрне хăнала — угощать друг друга
сума суса хăнала — принимать гостей с почестями

хăпар

5.
расти (вверх)
становиться выше, подниматься
подыматься
разг.
савăт корпусе хăпарать — заводской корпус становится все выше
курăк пĕр тикĕс хăпарать — трава поднимается ровно

хăпăн

2. разг.
расставаться
вĕсем пĕр-пĕринчен хăпăнаймаççĕ — они не могут расстаться друг с другом

хăрт

3. перен.
позорить, поносить, срамить разг.
тем те пĕр каласа хăрт — всячески поносить кого-л.
усал сăмахсемпе хăрт — оскорблять бранными словами

хăталан

родниться, становиться сватами
пĕр-пĕринпе хăталан — породниться друг с другом

хăть

2. частица
хоть бы, хотя бы, только бы, по крайней мере
хăть пĕр çыру илесчĕ унран! — только бы одно письмо получить от него!

хăшкат

разг.
донимать, надоедать
вăл яланах пĕр ыйтупа хăшкатать — он беспрерывно донимает одним и тем же вопросом

хĕвел

солнечный
кĕрхи хĕвел — осеннее солнце
хĕвел ăшши — солнечное тепло
хĕвел карти — ореол вокруг солнца
хĕвел пайăркисем — лучи солнца
хĕвел питтинче — на солнцепеке
хĕвел тӳртĕнĕ — теневая сторона
хĕвел ури — пучок солнечных лучей
хĕвелпе тĕссĕрлен — выгорать, выцветать на солнце
хĕвел анни — закат, заход солнца
хĕвел анса ларчĕ — солнце закатилось, зашло
хĕвел ансан — после заката, после захбда солнца
хĕвел пăхать — солнце светит
хĕвел тухать — солнце всходит, встает
хĕвел тухас умĕн — перед восходом солнца
Хĕвелĕн ăшши пуриншĕн те пĕр. — погов. Солнце всех одинаково греет.

хĕвеллĕх

солнечный свет
Пĕр енĕ тĕттĕмлĕх, тепĕр енĕ хĕвеллĕх. (Куçкĕски). — загадка С одной стороны — темень, с другой — яркое солнце. (Зеркало).

хĕлхем

1.
искра
электро хĕлхемĕ — электрическая искра
кăвайтран хĕлхем сирпĕнет — от костра рассыпаются искры
куçĕнче хĕлхем — вылять у нее глаза искрятся
Пĕр хĕлхемпе ял çунать. — погов. От одной искры может целая деревня сгореть.

хĕлхем

2.
крошка
малость
разг.
кунĕпе ăша пĕр хĕлхем яман — за весь день я крошки в рот не брал
çĕрĕпе пĕр хĕлхем те çывăраймарăм — я всю ночь глаз не сомкнул, нисколько не спал

хĕр

невестин
хĕр йĕрри — причитания невесты
хĕр çумĕ — девушки, подруги невесты
хĕр туйĕ — 1) свадьба в доме невесты 2) диал. девичник
хĕр япали — приданое невесты
хĕр вăрла — выкрасть невесту, похитить невесту
хĕр пăх — высматривать, искать невесту
хĕр çураç — сватать невесту
çураçнă хĕр — сосватанная невеста
Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хĕр йĕрри йĕрет. (Сĕтел). — загадка Под одной фатой причитают четыре невесты. (Стол).

хĕрĕх

числ.

1.
при конкр. счете, в качестве опр.
сорок
сорока-

хĕрĕх витреллĕ пичке — сорокаведерная бочка
хĕрĕх минут иртрĕ — прошло сорок минут
Пĕр юпа тăрринче хĕрĕх кĕлте ларать. (Куршанак). — загадка На одном столбе сорок снопов. (Репейник).

хĕрли

разг.
красное (вино)
пĕр кĕленче хĕрли — бутылка красного

хĕрхевсĕр

бежалостно, беспощадно, жестоко
хĕрхевсĕр çын — жестокий человек
пĕр хĕрхевсĕр хĕне — безжалостно избить

хĕстеркĕч

1. канц.
скрепка
хутсене хĕстеркĕчпе хĕстер — скрепить документы скрепкой
пĕр арча хĕстеркĕч — коробка скрепок
хутсене хĕстеркĕчпе çыпăçтар — скрепить документы скрепкой

хĕтĕхсĕр

без принуждения, добровольно
пĕр хĕтĕхсĕр килĕш — согласиться добровольно

хлорелла

бот.
хлорелла (пĕр клеткăллă шыв ӳсентăранĕ)

хронометраж

хронометраж (пĕр-пĕр ĕçе тума каякан вăхăта виçни)

хуп

4.
сажать, запирать, заключать куда-л.
кăсăяна читлĕхе хуп — посадить синицу в клетку
тĕрмене хуп — заключить, посадить в тюрьму
тĕрмене хупнă çын — заключенный
хупса ларт —
1) затворить, плотно закрыть, захлопнуть
2) закрыть, запереть куда-л.
ачасене пĕр пӳлĕме хупса лартнă — детей заперли в одной комнате
хупса тăрат — держать взаперти
хупса усра — содержать где-л.
выльăха витере хупса усрани — стойловое содержание скота
хупса хур — 1) прикрыть, закрыть (напр. окно, книгу) 2) запереть куда-л.

хуравла

2.
отвечать
чăвашла хуравла — ответить по-чувашски
шӳтлесе хуравла — ответить в шутливом тоне
пĕр тăхтаса тăмасăр хуравларĕ — он ответил без промедления
ыйтăва хуравла — отвечать на вопрос
ячĕшĕн çеç хуравла —  отвечать формально
ма хуравламастăн? — почему ты не отвечаешь?
эпĕ сана çырупа хуравлатăп — я отвечу тебе письмом

хурçă

стальной
хурçă рельс — стальной рельс
хурçă çĕçĕ — стальной нож
инструмент хурçи — инструментальная сталь
хурçă пек çирĕп — прочный как сталь
хурçă шăратакан цех — сталелитейный цех
Сӳс хӳреллĕ хурçă йытă пĕр кĕрет те пер тухать. (Йĕппе сип). — загадка Пес стальной с хвостом пеньковым проворно снует туда и обратно. (Иголка с ниткой).
Тимĕр çул тăрăх хурçă ут чупать. (Пăравус). — загадка По железному пути бежит стальной конь. (Паровоз).

хускану

1.
движение
пĕр евĕрлĕ хусканусем — однообразные движения
ытлашши хускану ту — делать лишние движения

хусканусăр

неподвижно, малоподвижно
пĕр хусканусăр лар — сидеть неподвижно

хут

III.
раз
виçĕ хут — три раза
икшер хут — по два раза
малтанхи хут — в первый раз
пирвайхи хут — в первый раз
ку хутĕнче — в этот раз
нумай хутчен — много раз
пĕртен-пĕр хут — единственный раз
виçĕ хут апат çитерни — трехразовое питание
юлашки хут ыйтатăп — спрашиваю последний раз

хутаç

мешочный
кĕнеке хутаççи — холщовая сумка для книг
пир хутаç — мешочек из холста
çурăм хутаççи — заплечный мешбк, рюкзак
тапак хутаççи — кисет
хутаçа яр — ссыпать в мешок
Пĕр хутаçра икĕ мăйăр. (Пăри). — загадка В одной сумочке два ореха. (Полба).

хутăр

I.
моток
пĕр хутăр çип — моток пряжи
хутăр йывăççи — мотовило

хӳтĕсĕр

2. перен.
беззащитный
пĕр хӳтĕсĕр чĕрчун — беззащитное создание

хыв

4.
складывать, метать
капан хыв — метать стог
Сăрт çинчи çаранне уйăхра пĕр çулаççĕ — сурăхсем çимеççе, капана хывмаççĕ. (Çӳç). — загадка Траву на горе ежемесячно косят, но и овцы ее не едят, и в стога не кладут. (Волосы).

централизаци

централизация (пĕр центра пухса чăмăртани)

цивилизаци

1.
цивилизация (пĕр-пĕр тапхăрти общество аталанăвĕпе культура шайĕ)
авалхи цивилизаци — древняя цивилизация

цитата

цитата (пĕр-пĕр текстран илнĕ вырăн)

чак

6.
отступать, оставлять свой позиции
пятиться

кутан чак — пятиться задом
эпир пĕр утăм та чакас çук — мы не отступим ни на шаг

чара

2.
чара
пĕр чара сăра ĕç — выпить чару пива

чарăну

1.
остановка, задержка, простой
пĕр чарăнусăр ĕçле — работать без простоев

чарăнусăр

безостановочно, без остановок
машинăсем пĕр чарăнусăр çӳрени — безостановочное движение машин

час

3.
часто
пĕр-пĕрне пит час курмастпăр — мы не часто встречаемся друг с другом
час-час — очень часто, частенько
час-час кĕркелесе тух! — заходи почаще!
час-часах — часто, нередко, зачастую, сплошь и рядом
ун пекки час-часах тĕл пулать — такое встречается сплошь и рядом

чашăк

1.
чашка, миска
блюдо

ăшăх чашăк — неглубокая чашка
елпешке чашăк— мелкая тарелка
йывăç чашăк — деревянное блюдо
пĕр чашăк пыл — чашка меда
пĕчĕк чашăк — чашечка
çу чашăкĕ — масленка
чей чашăкĕ — блюдце
чей чашăкки — блюдце

чăкраш

2.
противиться, возражать, прекословить
хушнине пĕр чăкрашмасăр пурнăçла — беспрекословно выполнять порученное

чăлха

чулочный
виçесĕр чăлха — безразмерные чулки
капрон чăлха — капроновые чулки
пĕр мăшăр чăлха — пара чулок
пански чăлха — шерстяные чулки (ручной вязки)
çам чăлха — шерстяные чулки (ручной вязки)
пурçăн чăлха — шелковые чулки
пуçсăр чăлха — паголенки
тăла чăлха — чулки, сшитые из домашнего сукна
чăлха йĕппи — спицы (вязальные)
чăлха фабрики — чулочная фабрика
чăлха вĕççĕн çӳре — ходить в одних чулках (без обуви)
чăлха сып — надвязать, удлинить чулки
чăлха çых — вязать чулки
хăрах чăлха çĕтĕлнĕ — один чулок прохудился

чăм

I.

1.
жбан
йывăç чăм — деревянный жбан
пăхăр чăм — медный жбан
пĕр чăм сĕт — жбан молока

чăмкăç

1.
нырок (вид утки)
пĕр пуслăх чăмкăç — выводок нырков

чăрмавсăр

беспрепятственно, бесперебойно, без помех
машина пĕр чăрмавсăр ĕçлет — машина работает бесперебойно

чăр-чар

1. подр. —
о взгляде широко раскрытых глаз
ачасем пĕр-пĕрин çине чăр-чар пăхкаласа илчĕç — дети таращили друг на друга глаза

чей

чайный
Грузи чейĕ — грузинский чай
Инди чейĕ — индийский чай
симĕс чей — зеленый чай
хĕрлĕ чей — красный чай
хăма чей — плиточный чай
пĕр пачка чей — пачка чаю
чей перчи — чаинка
чей савăчĕ — чайница
чей савăчĕ — чайный завод
чей пĕçер — заварить чай

чей

чайный
çăра чей — крепкий чай
çăка чейĕ — липовый чай
пĕр стакан чей — стакан чая
чей кашăкĕ — чайная ложка
чей курки — чайная чашка
чей сервизĕ — чайный сервиз
чей чашăкĕ — чайное блюдечко

четвĕрт

четвертной
пĕр четвĕрт сĕт — четверть молока
четвĕрт кĕленчи — четвертная бутыль

чĕвик

подражание однократному щебету, писку птиц
тĕмсем хушшинче пĕр кайăк чĕвик турĕ — в кустах пискнула какая-то птичка

чĕлĕ

1.
ломоть, кусок
кус
прост.
çавра чĕлĕ — круглый ломоть
ташлама чĕлĕ — круглый ломоть
çăкăр чĕлли — ломоть хлеба
Çынна сивĕ сăмах каличчен пĕр чĕлĕ çăкăр çĕкле. — посл. Чем обижать человека неласковым словом, лучше дай ему ломоть хлеба.

чĕлхе

языковой
аслă чĕлхесем — великие языки
вăрттăн чĕлхе — арго
тăван чĕлхе — родной язык
ют çĕршыв чĕлхисем — иностранные языки
чĕлхе пĕлĕвĕ — языкознание
чĕлхе пулăмесем — языковые явления
чĕлхе тытăмĕ — структура языка
икĕ чĕлхе словарĕ — двуязычный словарь
чĕлхен сăмах пуянлăхĕ — словарный запас языка
чĕлхесем хушшинчи çыхăнусем — межъязыковые связи
нумай чĕлхе пĕлекен — полиглот
пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхе çине куçар — переводить с одного языка на другой

чĕлхеллĕ

II.
обладающий даром речи, способный говорить
кăнттам чĕлхеллĕ çын — грубиян
çивĕч чĕлхеллĕ — бойкий, острый на язык, языкастый, языкатый
вăл çемçе чĕлхеллĕ — у него речь ласковая
Чĕлхеллĕ çын Чĕмпĕре çитнĕ. — погов. Умеющий говорить до Симбирска дошел. (соотв. Язык до Киева доведет).
пĕр чĕлхеллĕ пул — найти общий язык

чĕптĕм

щепоть, щепотка
пĕр чĕптĕм тăвар — щепотка соли
пĕр чĕптĕм тапак — щепотка табаку, понюшка табаку

чĕрĕк

2. разг.
четверть (мера жидкости, равная трем литрам)
пĕр чĕрĕк сĕт — четверть молока

чĕрçи

2.
подол
пĕр чĕрçи панулми — целый подол яблок
чĕрçине пуçтар — подобрать подол

чĕрчун

1.
живое существо, живой организм
кунта пĕр чĕрчун та çук — здесь нет ни одной живой души

чик

6.
класть
совать
прятать
девать
разг.
кĕпене арчана чик — положить рубашку в сундук
вăл аллисене чĕр-çитти айне чикнĕ — она спрятала руки под передник
пуçтарса чик — прибрать, убрать, спрятать
эсĕ ман çĕлĕке ăçта чикрĕн? — куда ты задевал мой шапку?
Пĕр кунлăх каяс тесен çичĕ кунлăх çăкăр чик. — погов. Едешь на день — клади хлеба на неделю.

чикĕм

1.
охват, беремя обл. (то, что можно забрать вилами за один раз)
пĕр чикĕм утă — один охват сена

чуман

I.

1.
ленивый (о лошади)
Лайăх лашана пĕр пушă, чуман лашана çĕр пушă. — посл. Хорошей лошади хватит одного кнута, ленивой лошади нужно сто кнутов.

чун

подушный
йышра чун хутшăнчĕ — в семье прибавился человек
урамра пĕр çын чунĕ те çук — на улице ни души

чун-чĕреллĕ

то же, что чунлă
ырă чун-чĕреллĕ çынсем — добросердечные, душевные люди
пĕр чун-чĕреллĕ пул — быть единодушным

чух

3.
впору, в меру, как раз, ровно, точь-в-точь
ку пиншак мана чухах — этот пиджак мне впору
атта чух ту — сделать сапоги впору, подогнать сапоги
çăнăх чухах пĕр михĕ пулчĕ — муки оказалось ровно на один мешок

чух

III. (чухне)
послелог

1.
во время
когда
в

ача чух — в детстве
ĕçре чух — во время работы
пĕр-пĕр чух — когда-нибудь
сивĕ чух — когда холодно

тепĕр чух —
1) в другой раз
2) иной раз, иногда

ун чух — тогда
хăш чух —
1) когда?
2) иногда, иной раз
хăшпĕр чух — в отдельных случаях

çамрăк чух вăл питĕ хитреччĕ — в молодости она была очень красива
эпĕ ăна киле килнĕ чух куртăм — я встретил его, когда шел домой
Хĕр чух хĕрĕх тус. — погов. В девичестве — сорок подруг.

чухлĕ

2.
приблизительно, около
киле çитме пĕр километр чухлĕ юлнă — до дома осталось около километра

шай

ровно
шай тыт — 1) соблюдать равнение 2) держать что-л. ровно, прямо
пĕр шайăн утса пыр — шагать, соблюдая равнение

шайлă

похоже, подобно
вĕсем пĕр шайлă çынсем — они люди сходного характера

шакăлтат

1.
то же, что шакăртат 1.
вакун кустăрмисем пĕр виçеллĕн шакăлтатаççĕ — равномерно постукивают колеса вагонов

шакăртаттар

2. разг.
быстро говорить
сыпать словами

ача сапата пĕр такăнмасăр шакăртаттарать — мальчик отвечает урок без запинки

шарла

2. прям. и перен.
обычно в отриц. форме —

говорить, разговаривать
молвить
уст.
каçĕпе пĕр сăмах та шарламарĕ — за вечер он не проронил ни слова
тăшман пулемĕчĕсем шарлами пулчĕç — вражеские пулеметы замолчали
шарламасăр хăвар — замалчивать что-л., умалчивать о чем-л.
кӳрентернине шарламасăр чăтса ирттер — молча снести обиду, проглотить пилюлю
Йытă вĕрнĕ чух шăпчăк шарламасть. — посл. Когда лает собака, соловей не поет.

шăкăрттин

2.
сплошь, густо
подряд, целыми рядами

Пĕр кашта çинче шăкăрттин шур чăх ларать. (Шăл). — загадка На шесте целый ряд белых кур. (Зубы).

шăпаллă

наделенный какой-л. судьбой
вĕсем пĕр шăпаллă — они имеют одинаковую судьбу
вĕсен малашлăхĕ ик шăпаллă — будущее их неопределенно (букв. имеет двоякую судьбу)

шăпан

жбан
пĕр шăпан сăра ăс — нацедить жбан пива

шăрпăк

спичечный
шăрпăк арчи — спичечный коробок
шăрпăк харпăкĕ — спичечная фабрика
шăрпăк çут — зажечь спичку
шăрпăк чĕрт — зажечь спичку
шăрпăк арчи — спичечный коробок
шăрпăк йĕнни — спичечный коробок
шăрпăк пĕрчи—  спичка
Пĕр карчăк çăварне хĕрĕх шăрпăк кĕрет. (Кăмака). — загадка У старушки во рту сорок спичек. (Печь).

шăрпăк

5.
щепка, лучина
пĕр шăрпăк юлмиччен çунса кайнă — сгорело все до последней щепки

шăши

мышиный
уй шăшийĕ — полевка, полевая мышь
шăши çури — мышонок
шăши таппи — мышеловка
шăши тĕслĕ — мышастый (о масти лошади)

шăши хӳри —
1) мышиный хвост
2) перен. косички (маленькие и жиденькие)
улăма шăшисем кишĕкленĕ — мыши изъели, посекли всю солому

Пĕр шăшин икĕ хӳре. (Çăпата). — загадка У одной мыши два хвостика. (Лапти).

швертбот

спорт.
швертбот (пĕр мачтăллă парăслă кимĕ)

шелле

1.
жалеть
пĕр шеллемесĕр — безжалостно, без всякой жалости
шеллекен çын — участливый человек, жалостливый человек
хăйне хăй шеллемен çын — самоотверженный человек
вăй-хала шеллемесĕр ĕçле — работать, не жалея сил

шетник

2.
ушат, небольшая кадка, кадочка
пĕр шетник пыл — кадочка меду

шиксĕр

несомненно, без сомнения, уверенно
пĕр шиксĕр — 1) совершенно безбоязненно 2) несомненно, наверняка, обязательно

шит

пядь
аршăнра тăватă шит — в аршине четыре пяди
пĕр шит те ан чак — не отступать ни на пядь

шпрот

шпрота (пулă)
шпроты (консерв)
пĕр банка шпрот туян — купить банку шпрот

штатив

1.
штатив (пĕр-пĕр япала тыткăчĕ)

шукăль

щегольски, франтовато
шукăль каччă — франтоватый парень
шукăль тумтир — щегольской костюм
шукăль çӳре — ходить франтом, франтить
вăл районти пĕр шукăль — он первый щеголь на районе

шут

8.
забота, беспокойство
унăн кун пирки нимĕнле шут та çук — он ничуть об этом не беспокоится
пĕр шутсăр пурăн — жить без всяких забот

шут

9.
значимость, важность, значение
ку фактсем пĕр шутах пыраççĕ — эти факты имеют одинаковое значение
садри кайăк сар кайăк, кайăк шутне кам шутлать? — фольк. в саду птица-иволга, кто сочтет ее за птицу?

шутлă

5.
имеющий какое-л. желание, намерение
вĕсем пурте пĕр шутлă — все они объединены одним желанием

шутсăр

без счета, очень много
Пĕр вакра шутсăр çĕрçи сикет. (Хуранта вĕрени).  — загадка В одной полынье прыгает бессчетное множество воробьев. (Кипящая в котле вода).

шушкă

сушка и сушки
баранка и баранки
пĕр çыхă шушкă — связка баранок
шушкăпа чей ĕç — пить чай с сушками

шыра

1.
искать, разыскивать
ĕç шыра — искать работу
тĕрĕслĕх шыра — искать правду
шыраса туп — разыскать, раскопать, доискаться,откопать (напр. редкую книгу)
унăн куçĕсем такама шырарĕç — он искал кого-то глазами
Таракана пĕр çул, шыракана çĕр çул. — посл. У беглеца одна дорога, а у ищущего — сто.
Кам мĕн шырать, çавна тупать. — погов. Кто что ищет, тот то и находит.
Шыракана мар, тупакана мухтаççĕ. — посл. Хвалят не того, кто ищет, а того, кто находит.

ывăç

горсть, пригоршня
пĕр ывăç мăйăр — горсть орехов
йĕкĕр ывăç — пригоршня
ывăç тупанĕ — ладонь
ывăç тӳрчĕ — тыльная сторона ладони
ывăç тӳртĕшĕ — тыльная сторона ладони

ылмашăн

II. глаг.

1.
сменяться, чередоваться
кунпа çĕр ылмашăнчĕç — день сменился ночью
сасăсем ылмашăнни — лингв. чередование звуков
хуралçăсем час-часах ылмашăнаççĕ — дозорные сменяются часто
пĕр-пĕринпе ылмашăнса ĕçле — работать попеременно, чередуясь друг с другом

ытам

2.
охапка, вязанка
беремя
обл.
пĕр ытам утă— охапка сена
пĕр ытам вутă — вязанка дров

эквивалент

эквивалент (тепĕр япалапа пĕр хаклă япала)

экземпляр

экземпляр
пĕртен-пĕр экземпляр — единственный экземпляр
виçĕ экземплярлă алçыру — рукопись в трех экземплярах

экзогами

экзогамия (пĕр ăрури, йăхри çынсене пĕр-пĕринпе мăшăрланма чаракан йĕрке)

экономика

2.
экономика (хуçалăх пурнăçĕн е пĕр-пĕр отраслен организацийĕпе тытăмĕ)

экономика

3.
экономика (хуçалăхăн пĕр-пĕр отрасльне тĕпчекен наука)

эксперт

эксперт (пĕр-пĕр ыйтăва татса паракан специалист)

экстерриторилĕх

экстерриториальность (пĕр-пĕр çĕршыв çыннисем е организацийĕсем тепĕр çĕршывра пулнă чух унăн законĕсене пăхăнманни)
экстерриторилĕх прави — право экстерриториальности

элемент

1.
элемент (пĕр пĕтĕм япалан пайĕ)
производство элеменчĕсем — элементы производства

элле

2.
может быть, возможно, наверное
элле пĕр вуннă çитрĕм пуль унта — я побывал там, может быть, раз десять

эмфизема

мед.
эмфизема (организмăн пĕр-пĕр пайне сывлăш пухăнни)
ӳпке эмфиземи — эмфизема легких

эндогами

ист.
эндогамия (пĕр ăрури, йăхри çынсене пĕр-пĕринпе мăшăрланма чарман йĕрке)

эпигон

эпигон (искусствăра пĕр-пĕр юхăм е çын творчествине евĕрлекен)

эрех

водочный
шурă эрех — 1) белое вино 2) водка
пĕр черкке эрех — рюмка водки

юл

6. чаще в отриц. ф.
пропускать
ĕçрен ан юл — не пропускать работу, работать без прогулов
пирĕн купăсçă пĕр туйран та юлмасть — наш гармонист не пропускает ни одной свадьбы

юланут

2.
всадник, верховой, конник
пĕр ушкăн юланут сиктерсе çитрĕ — прискакала группа всадников

юлташла

по-товарищески, дружески, по-дружески
юлташла салампа... — с дружеским приветом... (приветствие в письме)
юлташла суд — товарищеский суд
юлташла çыхăнусем — приятельские отношения
пĕр-пĕрне юлташла пулăш — по-товарищески помогать друг другу

юмах

1.
сказка
асамлă юмахсем — волшебные сказки
кулăшла юмах — смешная сказка
сутмалли (тупмалли) юмах — загадка
хăвăрт каламалли юмах — скороговорка
юмахри паттăр — сказочный богатырь
юмах тупсăмĕ — отгадка
юмах ăсти — мастер рассказывать сказки, сказочник
юмах яр — рассказывать сказки

юмах ярăп, юптарăп, йăнăш çулпа чуптарăп — фольк. я вам сказку расскажу, ложной тропкой поведу (зачин сказки)

шывĕ юхать лапалла, юмах пырать малалла — фольк. бежит речка, извивается, сказка наша продолжается (присказка в середине сказки)

юмах ятăм, юптартăм, пĕр сăмах та суймарăм — фольк. рассказал я сказку вам, нет ни слова фальши там (концовка сказки)

юрату

любовный
ачаш юрату — нежная любовь
малтанхи юрату — первая любовь
хире-хирĕç юрату —взаимная любовь
юрату туйăмĕ — чувство любви
юрату юррисем — любовные песни
юратăва упра — беречь любовь
Инкек телей хыççăн, кĕвĕçӳ юрату хыççăн çӳрет. — посл. Где счастье, там и беда, где любовь, там и ревность.
Юратупа юлташлăхăн хушши пĕр шит. — посл. От дружбы до любви всего одна пядь.
Юрату суккăр, куçĕ çук. — погов. Любовь слепа.

юрать

1.
можно, разрешается
кĕме юрать-и? — разрешите войти
сана пĕр ыйту пама юрать-и? — можно задать тебе один вопрос?
кунта чĕлĕм туртма юрамасть — здесь курить нельзя

юх

1.
течь, литься
пичĕ тăрăх тар юхать — по его лицу струится пот
сурантан юн пĕрĕхсе юхать — из раны хлещет кровь
юхман кӳлĕ — непроточное озеро
юхса тул — натечь, наполниться
юхса тух — вытечь
пӳрт тăрринчен тумла юхать — с крыши падает капель
пурнăç пĕр пек юхса пырать — перен. жизнь течет потихоньку
Пĕр кӳлле тăватă çăл юхса кĕрет. (Ĕне суни). — загадка Четыре ключа втекают в одно озеро. (Доение коровы).

явăн

6.
сплетаться, переплетаться
йывăç тымарĕсем пĕр-пĕринпе явăнса ларнă корни деревьев переплелись

явăнчăк

5.
моток, связка (круглая)
пĕр явăнчăк кабель — моток кабеля

ярăм

2.
связка, моточек, низка
пĕр ярăм çип — моточек ниток
шăрçа ярăмĕ — низка бус

ярус

1.
ярус (театрти вырăнсен пĕр хучĕ)
иккĕмĕш ярусри вырăнсем — места во втором ярусе

ярус

2.
ярус (карапăн пĕр хучĕ)

ят

8. уст.
надел (земли) на душу или на едока
пĕр ят çĕр — надел на одну душу

ӳк

6.
составлять, равняться
утăм тăршшĕ пĕр метра ӳкет — длина шага составляет около одного метра

ӳк

8.
сбавлять цену, уступать в цене
пĕр тенкĕ те ӳкмест — он не уступает ни рубля

ӳк

16.
печататься, быть написанным, напечатанным, опубликованным
статья хаçат çине ӳкнĕ — статья напечатана в газете
Хут çине пĕр ӳксен каймасть. — посл. Что попало на бумагу, то не сотрется. (соотв. Что написано пером, того не вырубишь топором).

ӳкем

моток, пасмо (мера пряжи)
пĕр ӳкем çип — моток ниток

ӳпĕнтер

3. разг.
выпивать (до дна), опрокидывать (рюмку, стакан)
пĕр алтăр шыв ӳпĕнтертĕм — я выпил залпом ковш воды

ӳпке

легочный
сывă ӳпке — здоровые легкие
ӳпке туберкулезе — туберкулез легких
ӳпке тымарĕсем — анат. бронхи
ӳпке шыçни — воспаление легких
унăн пĕр ӳпкине касса кăларнă — у него одно легкое удалено

ӳпкевсĕр

безропотно
ӳпкевсĕр хĕр — безропотная девушка
пĕр ӳпкевсĕр пăхăн — безропотно подчиниться

ӳсĕрĕл

1.
пьянеть
ĕçсе ӳсĕрĕл — напиться пьяным
ӳсĕрĕлсе кай — опьянеть
Пĕр пуслăх ĕçнĕ, пилĕк пуслăх ӳсĕрĕлнĕ. — погов. Выпил на копейку, а пьян на пятак.

ӳстер

7.
преувеличивать
пĕр ӳстермесĕр — без всяких преувеличений
вăл ӳстерсе калама юратать — он любит преувеличивать

çавăнпа

поэтому, потому, оттого
благодаря тому

ача ыйхăланă, çавăнпа макăрашать — ребенку хочется спать, поэтому он хнычет
трактăра лайах юсанă, çавăнпа вăл пĕр кăлтăксăр ĕçлет — трактор хорошо отремонтирован, поэтому он работает безотказно
çавăнпа ĕнтĕ — вот поэтому, именно поэтому
çавăнпа та — оттого-то, потому-то

çаврăм

4.
то же, что çавра 2, 3
ăмăртусен юлашки çаврăмĕ — заключительный тур соревнований
сăвă çаврăмĕ — строфа стихотворения
сăмах çаврăмĕ — выражение, оборот речи
пĕр çаврăм пурте чĕнмесĕр ларчĕç — некоторое время все молчали

çакăнтан

1.
отсюда, с этого места
çакăнтан пĕр километрта — в километре отсюда
çакăнтан виçме пуçлар — начнем мерить отсюда

çанталăк

погодный
ăмăр çанталăк — пасмурная погода
лайăх çанталăкпа — по хорошей погоде, пока стоит хорошая погода
уяр çанталăк — ясная погода, ведро
çанталăк ăшăтрĕ — потеплело
çанталăк пăсăлчĕ — погода испортилась
çанталăк йĕпене кайрĕ — началось затяжное ненастье
çанталăка сăнакан станци — метеорологическая станция
Çанталăк çуллен пĕр килмест. — посл. Погода не бывает каждый год одинаковой. (соотв. По году и погода).
Çурхи çанталăк çур ăслă, кĕрхи çанталăк кĕтĕк ăслă. — погов. Весенняя да осенняя погода — с коротким умом (очень неустойчивая).

çапă

хворостяной, валежниковый
пĕр лав çапă — воз хвороста
хăрăк çапă — сухой хворост
çапă вутти — нарубленный хворост
çапă пуçтар — собирать хворост

çатрака

хворостяной, валежнико-вый
çатрака каçă — хворостяная гать
пĕр çĕклем çатрака — охапка хвороста
вăрмана çатракаран тасат — очищать лес от валежника

çăвар

5.
глоток
кусок
(на один укус)
пĕр-икĕ çăвар шыв ĕç — выпить глотка два воды

çăл

1.
то же, что çăлкуç 1.
çăл валакĕ — желоб у родника
кунта çăл тухать — в этом месте пробивается ключ
Пĕр кӳлле тăватă çăл юхса кĕрет. (Доение коровы). — загадка В одно озеро впадает четыре ключа. (Ĕне суни).

çăматă

(çăмат)

валенок и валенки
калушлă çăматă — валенки с калошами
килте тунă çăматă — валенки домашней валки
пĕр мăшăр çăматă— пара валенок
тĕпленĕ çăматă — подшитые валенки
çăматă кунчи — голенища валенок
çăматă йăвала — валять валенки

çăмах

симах — национальное блюдо типа клецек, галушек или лепешек, сваренных в бульоне
çăмах шăрпăкĕ — вилочка для симаха
çăмах яшки — суп с симахом
çăмах юр — замешать тесто для симаха
Пĕр хуран салма, варринче çăмах. (Уйăхпа çăлтăрсем). — загадка Полон котел лапши, а в середине — симах. (Луна и звезды).
Сăмах çăмах мар, хыпса çăтса яраймăн. — посл. Cлово не симах, губами не поймаешь и не проглотишь. (соотв. Слово — не воробей, вылетит — не поймаешь).

çăмха

1.
клубок, моток
пурçăн çăмхи — клубок шелковой пряжи
çăмха сӳт — распускать клубок
çăмха пек кусса кай — покатиться клубком
çăмха пек чăмăртан — свернуться клубком
Пĕр çăмхана пин йĕп чикнĕ. (Чĕрĕп). — загадка В один клубочек воткнута тысяча иголок. (Еж).

çăпала

1.
половник, разливательная ложка (больших размеров)
поварешка
разг.
йывăç çăпала — деревянная поварешка
тимĕр çăпала — металлический половник
хуран çăпали — половник
пĕр çăпала яшка ярса пар — налить один половник супа

çăпата

лапотный
пĕр мăшăр çăпата — пара лаптей
таканлă çăпата — лапти с деревянными колодками
тăхăр пушăт çăпати — лапти в девять лычек (требующие искусного плетения)
шăрçа пуçлă çăпата — лапти с украшенными носками
çăпата кантри — оборы
çăпата пуçĕ — головка лаптя
çăпата сăмси — головка лаптя
çăпата пичĕ — головка лаптя
çăпата ту — плести лăпти

çăтăм

глоток
пĕр-ик çăтăм шыв ĕç — проглотить глотка два воды

çеккунтлăх

на секунду
пĕр çеккунтлăх тух-ха! — выйди на секундочку!

çемĕ

3.
порядок
лад
разг.
ĕç çемми — лад в работе
пурнăç çемми — течение, ритм жизни
малтанхи çемĕпех — на прежний манер

пĕр çемĕллĕ —
1) однотонный
пĕр çемĕллĕ кĕвĕ — однотонная мелодия
2) однообразный
пĕр çемĕллĕ кунсен юххи — однообразное течение дней

пĕр çеммĕн — 1) однообразно, монотонно 2) в унисон, согласно

çемье

семейный
ĕçчен çемье — работящая семья
йышлă çемье — многочисленная семья
нумай ачаллă çемье — многодетная семья
пĕчĕк çемье — маленькая семья
çĕнĕ çемье — молодая семья
çемье пуçĕ — глава семьи
çемье прави — юр. семейное право
çемйипех — всей семьей
çемйи-çемйипе — целыми семьями
çемьери пăхса ӳстерни — семейное воспитание
çемьери сăлтавсене пула — по семейным обстоятельствам
çемьепе мăшăрлану хутшăнăвĕсем — семейно-брачные отношения
çемье ту — создать семью
вăл хресчен çемьейинче çуралнă — он происходит из крестьянской семьи
Икĕ çын — пĕр мăшăр, çичĕ çын — пĕр çемье. — посл. Два человека — пара, семь человек — семья.

çерçи

воробьиный
хир çерçийĕ — полевой воробей
ял çерçийĕ — домовый воробей
çерçи йăви — воробьиное гнездо
çерçи ушкăнĕ — стайка воробьев
çерçи чĕппи — воробушек, воробышек
çерçисем чĕвĕлтетеççĕ — воробьи чирикают
çерçи пуçĕ пек юр çăвать — снег падает крупными хлопьями (букв. как воробьиные головы)
Ватă çерçие хывăхпа улталаймăн. — посл. Старого воробья на мякине не проведешь.
Пĕр вакка хĕрĕх çерçи тăкăнать. (Салма). — загадка В одну прорубь нырнули сорок воробьев. (Клецки).

çĕклем

1.
охапка, вязанка
кипа

пĕр çĕклем вутă — вязанка дров
улăм çĕклемĕ — охапка соломы
кунта пĕр çĕклем кĕнеке — тут целая кипа книг

çĕклем

3.
коромысло (с полными ведрами)
пĕр çĕклем шыв илсе кил — принести коромысло воды

çĕлен

змеиный
наркăмăшлă çĕлен — ядовитая змея
хура çĕлен — гадюка
хурăн пуçлă — çĕлен уж
çĕлен ăйăрĕ — змея-самец
çĕлен йăви — змеиное гнездо
çĕлен наркăмăшĕ (сĕлеки) — змеиный яд
çĕлен сăнни — змеиное жало
çĕлен тирĕ (кепи) — змеиная шкура
çĕлен чĕлхи — 1) змеиный язычок 2) уст. наговор против змеиного укуса
ăна çĕлен сăхнă — его змея ужалила
çул çĕлен пек авкаланать — дорога вьется змейкой
Çĕлене çĕлен çимест. — посл. Змея змею не ест. (соотв. Ворон ворону глаз не выклюет).
Çĕленпе калтан чĕлхи пĕр. — посл. У змей и ящериц один нрав (букв. язык).

çĕлĕк

шапочный
каракуль çĕлĕк — каракулевая шапка
çăмламас çĕлĕк — мохнатая шапка
юс тир çĕлĕк — горностаевая шапка
çыхнă çĕлĕк — вязаная шапка
хăлхаллă çĕлĕк — шапка-ушанка
ача çĕлĕкĕ — детская шапочка
салтак çĕлĕкĕ — 1) солдатская шапка, шапка военного образца 2) папаха
çĕлĕк çĕлекен — шапочник
çĕлĕке пусса ларт — надвинуть шапку
çĕлĕксĕр çӳре — ходить без шапки
пăхсан çĕлĕк ӳкмелле — посмотришь — шапка слетит (о чем-л. высоком)
çĕлĕк ил — 1) купить шапку 2) снять шапку
Ватта курсан çĕлĕк ил. — погов. Увидишь старого человека — сними шапку.
Пĕр пӳртре аллăн пурăнаççĕ, тула тухсан, пурте çĕлĕкĕсене хываççĕ. (Шăрпăк). — загадка В одном доме пятьдесят жильцов, выйдя из дома, каждый снимает шапку. (Спички) .

çĕмел-сурат

собир.
копны
уйра пĕр çĕмел-сурат та юлман — в поле не осталось ни одной копенки

çĕр

7.
место
вăта çĕрте — в середине
икĕ çĕртен хуç — сломать в двух местах
пĕр çĕрте — в одном месте
пур çĕртен те — отовсюду
вăл урăх çĕрте пурăнать — он живет в другом месте
Ыратнă çĕре ала пырать. — погов. Рука тянется к больному месту.

çĕр

10.
в форме çĕртен употр.  в качестве служ. имени
с противительно-уступительным значением:


но
вопреки
хотя и
несмотря на

айăп çук çĕртенех — несмотря на отсутствие вины
кĕтмен çĕртен — неожиданно
пĕр кĕтмен çĕртен çумăр такса ячĕ — совершенно неожиданно полил дождь
пĕлнĕ çĕртенех — зная, хотя и знал
сисмен çĕртен — незаметно

çĕр

ночной
кĕрхи çĕр — осенняя ночь
кĕçĕрхи çĕр — в эту ночь, этой ночью
пĕр çĕрлĕхе — на одну ночь
çĕр варринче — средь ночи
çĕр тăршшĕнче — в течение ночи, за ночь
çĕр вырт — заночевать где-л.
çĕр каç — переночевать, провести ночь
çĕр çĕрле — переночевать, провести ночь
çĕр каçа — всю ночь
çĕр каçипе — всю ночь
çĕр каçиччен юр нумай тултарнă — за ночь нанесло много снегу
çĕр çывăрмасăр ĕçле — работать без сна

çĕр хута —
1) ночью, в ночь
ăçта кайрăн çĕр хута? — куда ты пошел в самую ночь?
2) всю ночь, ночь напролет
халăх çĕр хута шавларĕ — народ шумел всю ночь

Кĕске çĕрĕн ыйхи тутлă. — посл. В короткую ночь сон особенно сладок.
Кун ирттĕр те çĕр ирттĕр. — погов. День да ночь — сутки прочь.

çĕрлĕ

2.
с предшествующими числительными выступает в качестве наречия:

пĕр çĕрлĕ —
1) совместно, в единстве
пĕр çĕрлĕ пух — собрать воедино
2) в одном месте
ик-виç çĕрлĕ — в двух-трех местах

темиçе çĕрлĕ — в нескольких местах

çĕрçуллăх

столетие, век
пĕр çĕрçуллăх хушшинче — за одно столетие

çĕрулми

картофельный
вăрлăхлăх çĕрулми — семенной картофель
ир пулакан çĕрулми — ранний картофель
пĕр михĕ çĕрулми — мешок картофеля
çĕнĕ çĕрулми — молодой картофель
чăмăрла çĕрулми — картофель в мундире
шăннă çĕрулми — мерзлый картофель
çĕрулми аври — картофельная ботва
çĕрулми çеçки — картофельная ботва
çĕрулми ăсти — картофелевод, мастер по возделыванию картофеля
çĕрулми икерчи — ватрушка с картофелем
çĕрулми катлечĕ — картофельные котлеты
çĕрулми комбайнĕ — картофелеуборочный комбайн
çĕрулми нимĕрĕ — картофельное пюре
çĕрулми пусси— картофельное поле
çĕрулми ани — картофельное поле
çĕрулми сажалки — картофелесажалка
çĕрулми çăнăхĕ — картофельная мука, крахмал
çĕрулми калчаланнă — картофель пророс
çĕрулми кăлар — копать картофель
çĕрулми купала — окучивать картофель
çĕрулми çыр — обрабатывать междурядья картофеля

çилĕм

II.
невод
çилĕмпе пулă тыт — ловить рыбу неводом
Пĕр çилĕмĕн икĕ тетел. (Йĕм). — загадка У одного невода две мотни. (Брюки).

çинçелĕх

2.
тонина
çип çинçелĕхĕ пĕр пек — тонина пряжи одинакова

çирĕм-вăтăр

числ. приблиз. счета
двадцать-тридцать
пĕр çирĕм-вăтăр минут тăхтар-ха — подождем минут двадцать-тридцать

çит

3.
догонять, нагонять
приближаться
к кому-чему-л.
çитсе иртсе кай — догнать и перегнать
Иккĕн чупаççĕ, иккĕн хăвалаççĕ, пĕр-пĕрне çитеймеççĕ. (Урапа кустăрмисем). — загадка Двое бегут, двое за ними гонятся, да никак не догонят. (Передние и задние колеса телеги).

çитменлĕх

2.
порок, изъян
ку лашан пĕр çитменлĕх те çук — у этой лошади нет ни одного изъяна

çуккă

разг.
нет, не имеется
нету
разг.
манăн пĕр пус та çуккă — у меня нет ни копейки

çул

дорожный, путевой
аслă çул — 1) большак 2) магистраль
мăн çул — 1) большак 2) магистраль
асфальт çул — асфальтированная дорбга
вак çул — проселочная дорога, проселок
лша çулĕ — проселочная дорога, проселок
канатлă çул — канатная дорога
Чулхула çулĕ — Нижегородский тракт
пурнăç çулĕ — жизненный путь
çакнă çул — подвесная дорога
çуна çулĕ — санный путь, зимник
тавра çул — кружный путь
утма çул — тропинка
чупмалли çул — спорт. беговая дорожка
шоссе çулĕ — шоссейная дорога
çул кукăрĕ — поворот дороги
çул паллисем — дорожные знаки
çул пуçĕ — проводник, провожатый
çул тăваткалĕ — перекресток дорог
çул хĕрри — обочина, бровка
çул икĕ енĕпе — по обе стороны дороги
çул тăрăх — по дороге
çулсăр-мĕнсĕр — не разбирая дороги, по бездорожью
çул пар — уступить дорогу
çул тат — перейти, перебежать дорогу (перед идущим)
çул уç — проложить путь
çул хыв — прокладывать дорогу
çул хур — прокладывать дорогу
çулпа пыр — идти по дороге
çултан пăрăн — посторониться, свернуть с дороги
Юлташпа çул кĕскелет. — посл. Со спутником и дорога короче.
Каякана пĕр çул, шыракана çĕр çул. — посл. Для идущего одна дорога, для ищущего — сто дорог.

çул

II.

1.
год (12 месяцев)
алла çул — пятьдесят лет
аллă çулхи çын — пятидесятилетний человек
виçĕ çултан — через три года
выçлăх çул — голодный год
икĕ çул хушшинче — в течение двух лет
иртнĕ çул — прошлый год
иртнĕ çулта — в прошлом году
кашни çулах — каждый год
килес çул — 1) будущий год 2) в будущем году
çитес çул — 1) будущий год 2) в будущем году
пĕр çулхине — в один из годов, когда-то
пĕр çул каялла — год тому назад
пилĕк çуллăхăн юлашки çулĕ — последний год пятилетки
çĕнĕ çул — новый год
çур çул — полгода
темиçе çултан — через несколько лет
çул хыççăн çул — за годом год
çултан çул — из года в год, год от году
çул типĕ килчĕ — год выдался сухой
нумай çул ӳсекен курăксем — многолетние травы
çуралнăранпа çитмĕл çул çитрĕ — исполнилось семьдесят лет со дня рождения

çул

4.
возраст
ар çулне çит — достигнуть совершеннолетия
вăтă çулсенчи çын — человек средних лет
пенси çулĕ — пенсионный возраст
шкул çулне çитмен ачасем — дети дошкольного возраста
çул çитмен — несовершеннолетний
çула çит — достигнуть совершеннолетия, стать взрослым
эпир пĕр çулхисем — мы одногодкъ, одного возраста
çултан пăхсан вăл вата мар — годами он не стар
муччи çулне кура мар патвар — старик бодр не по годам

çуллăх

годичный, достаточный, рассчитанный на год
-годичный, -летний

пĕр çуллăх выльăх апачĕ — годичный запас кормов
аилĕк çуллăх план — пятилетний план
вăл икĕ çуллăх курс пĕтернĕ — он окончил двухгодичные курсы

çупкăм

2.
прядь, пучок кудели (для расчесывания)
пĕр-ике çупкăм сӳс — одна-две пряди кудели

çуран

пешком
çуран çар — пехота
çуран çын — пешеход
çуран çул — тропинка
çуран çӳрени сывлăхшăн усăллă — ходьба пешком полезна для здоровья
шыв урлă çуран каçрăмăр — мы перешли речку вброд
Юланпа çуран пĕр тан мар. — посл. Конный и пеший не равны (соотв. Пеший конному не товарищ).

çурат

2. перен.
зарождать, порождать
шанчăк çурат — зародить надежду
Пĕр сăваплă сăмах çĕр те пĕр шухăш çуратать. — посл. Мудрое слово порождает сто мыслей.

çутлăх

2.
горячие угли
жар
разг.
Пĕр енĕ хутлăх, тепĕр енĕ çутлăх. (Шӳлкеме). — загадка На одной стороне пусто, а на другой стороне жар горит. (Шюлькеме, украшение с монетами).

çӳпĕ

1.
соринка
куçа çӳпĕ кĕчĕ — в глаз попала соринка
пĕр çӳпĕ те сук — нет ни соринки (чисто)
Усал хунеме çăмарта сарринче те çӳпĕ тупнă, тет. — посл. злая свекровь и в яичном желтке соринку отыщет.

çӳхӳ

блин и блины
тонкие лепешки
çӳхӳ пĕçер — печь блины
Пĕр такмакра икĕ çӳхӳ. (Ясмак). — загадка В одной сумке две лепешки. (Чечевица).

çывăхлат

2.
сближать
пире пĕр пĕтĕм тĕллев çывăхлатрĕ — нас сблизила общая цель

çын

чужой
чей-то

пĕр çын —
1) один человек
пĕр çын кунта юлтăр пусть — один человек останется здесь
2) кто-то, некто
пĕр çын кунталла килет — кто-то идет сюда

çын арăмĕ — чужая жена
çын куçĕнчен пăх — смотреть кому-то в глаза (т. е. чувствовать зависимость от других)
çын çине шанма йывăр — трудно полагаться на других
çын сисиччен — пока никто не заметил
Çын аллипе кăвар турт. — погов. Чужими руками жар загребать.
Çын ăшчикки — хура вăрман. — посл. Чужая душа — темный лес.

ăмăрт

II.

1.
соревноваться, состязаться
тягаться

ăмăртса ĕçле — соревноваться в работе
пĕр-пĕринпе ăмăртса утаççĕ — они шагают, стараясь опередить друг друга
эсĕ унпа ăмăрт аймăн! — куда тебе с ним тягаться!
эпир кӳршĕ колхозпа ăмăртатпăр — мы соревнуемся с соседним колхозом

ăрасналлă

разг.
порознь, врозь, особняком, отдельно
вĕсем пĕр пӳртре ăрасналлă пурăнаççĕ — они живут в одном доме, но каждый сам по себе

ăскăч

2.
совок, лоток
пĕр ăскăч çăнăх — совок муки

ăстрăм

2.
прием
пĕр ăстрăмпа — одним махом, в один прием
стакан шыва пĕр ăстрăмпах ĕçсе ятăм — я выпил стакан воды одним махом

ăстрăм

4.
ряд
пĕр ăстрăм ларса тух — усесться в ряд

ăш

2.
внутренности
нутро
прост.
чрево уст.
внутренний
нутряной
прост.
ăш çу — нутряное сало, смалец
ман ăша сивĕ витрĕ — я промерз насквозь
эпĕ паян ăша пĕр хĕлхем те яман — я сегодня ничего не ел, у меня сегодня во рту маковой росинки не было
йывăр йăтса ăша тапрат — надорваться, поднимая тяжести
Çын ăшне тавăрса пăхма кĕрĕк çанни мар. — посл. Нутро человека нельзя вывернуть, как рукав шубы. (соотв. Чужая душа — потемки).

ĕлĕк

раньше, прежде, некогда, когда-то, давно
в старину, встарь
...тому назад

сăм ĕлĕк — в седую старину
чăн ĕлĕк — в седую старину
кунта ĕлĕк вăрман пулнă — здесь раньше были леса
ĕлĕкрех çапла калатчĕç — прежде говорили так
ку ĕлĕкех пулса иртнĕ — это произошло давным давно
пĕр çирĕм çул ĕлĕк — лет двадцать тому назад

ĕнер

3.
толк
унăн пĕр ĕнерĕ те çук — от него нет никакого толку

ĕретлĕ

1.
с какими-л. рядами
икĕ ĕретлĕ купăс — гармошка-двухрядка
пĕр ĕретлĕ урам — улица-односторонка

ĕретлĕ

2.
в ряд, в шеренгу
черет пĕр ĕретлĕ тăрать — очередь стоит в один ряд

кушак

кошка, кот
кошачий
вăрман кушакĕ — дикая кошка
Сиам кушакĕ — сиамская кошка
Çĕпĕр кушакĕ — сибирская кошка
ула кушак — пестрая кошка
кушак ами — кошка
кушак аçи — кот
кушак çури — котенок
кушак тирĕ — кошачий мех
кушак шăтăкĕ — лазейка для кошки (в нижней части амбарной двери)
кушак пек йăпшăн — красться как кошка
Кушак тĕк майлă шăлнине юратать. — посл. Кошке нравится, когда ее гладят по шерстке.
Аллă кушак пĕр пӳртре выртаççĕ. (Шăрпăк). — загадка Пятьдесят кошек в одной избушке. (Спички).

курс

курсовой
курс ĕçĕ — курсовая работа
пĕр курса вĕренекенсем — сокурсники
виççĕмĕш курсшăн экзаменсем пар — сдать экзамены за третий курс

корпораци

корпорация (пĕр ĕçри çынсен пĕрлешĕвĕ)

тус

I.

1.
друг, приятель
ĕлĕкхи туc — давний, давнишний друг
тахçанхи туc — давний, давнишний друг
инçетри тус — далекий друг
пĕртен-пĕр тус — единственный друг
чи çывăх тус — самый близкий друг
фронтри тус — фронтовбй друг
шанчăклă тус — верный друг  
тус пул — подружиться, стать друзьями
Туссăр этем — уй варринчи тунката. — погов. Человек без друзей — что столб посреди поля.
Пин ылтăн мар, пин тус туян. — погов. Заимей не тысячу золотых монет, а тысячу друзей. (соотв. Не имей сто рублей, а имей сто друзей).

сенĕк

1.
вилы
вăрăм сенĕк — вилы с длинным череном
кĕлте сенĕкĕ — вилы для снопов
тимĕр сенĕк — железные вилы
сенĕк аври — черен вил
пĕр сенĕк утă — беремя сена (один захват вилами)
Сĕм вăрманта сенĕклĕх тупаймăн. (Лаша хӳри). — загадка В дремучем лесу не найдешь развилистого дерева. (Лошадиный хвост).

умлă-хыçлă

2.
подряд, раз за разом, без перемены
ана çине умлă-хыçлă пĕр тырă акма юрамасть — нельзя на одном участке постоянно сеять одну и ту же культуру
виçĕ кун умлă-хыçлă çумăр çурĕ — три дня подряд шел дождь

монтаж

2.
монтаж (тĕрлĕ пайсенчен пĕр пĕтĕм произведени пухса йĕркелени)
литература монтажĕ — литературный монтаж
фильм монтажĕ — монтаж фильма
мусăк монтажĕ хатĕрле — готовить музыкальный монтаж

çытар

подушка
пĕчĕк çытар — подушечка
çытар пичĕ — наволочка
Пĕр çытар çинче çĕр салтак выртать. (Мачча хăмисем) — загадка На одной подушке лежат сто солдат. (Доски потолка).

çыртăм

1.
кусок
кус
прост.
что-л. откушенное
пĕр-ик çыртăм ту — откусить раза два

çихарет

сигаретный
фильтрлă çихарет — сигареты с фильтром
çихарет хапрăкĕ — сигаретная фабрика
пĕр пачка çихарет — пачка сигарет

çирĕм

числ.

1.
при абстр. счете, в качестве подл. и доп.
двадцать (о чем-л., поддающемся счету)
çирĕм виççĕ — двадцать три
çĕр çирĕм — сто двадцать
тăват хут пиллĕк — çирĕм  —  четырежды пять — двадцать
çирĕм хĕр — девушка двадцати лет
вăл çирĕм кайнă — ему пошел двадцатый год
вăл пĕр çирĕменче — ему лет двадцать

çавра

2.
общее название законченного периода речи, песни
— перевод завиит от характера звукового периода:

куплет, строфа, колено, период (речи) т. ыт.
пĕр-икĕ çавра юрласа ил — спеть один куплета
шăпчăк юрринче темĕн тĕрлĕ çавра пур — в соловиьной песне есть самые разнообразные колена

çавра

3.
небольшой промежуток, некоторое время
пĕр çавра çывăр — поспать некоторое время

çавăр

23.
в форме деепр. çавăрса с др. глаголами образует
составные глаголы с различным значением:

çавăрса кала —
1) выговаритвать, произносить
ача сăмахсене лайăх çавăрса калаймасть — ребенок не может как следует произносить слова
2) выражать, излагать мысли
çавăрса калама сăмах çитмест — не хватает слов выразить что-л.

çавăрса çап — швырнуть бросить об землю
тутана çавăрса çырт — закусить губу
туăра çавăрса çых — обвязать платком
çавăрса тыт — охватить

çавăрса хур —
1) взвлаить
миххе çурă çине çавăрса хур — взвлаить мешок на спину
2) подвернуть, завернуть
тăлăп аркине ая çавăрса хур —подвернуть под себя поул тулупа
3) разг. опорожнить, опрокинуть
пĕр саткан эрехе çавăрса хучĕ — он опрокинул стакан вина
4) разг. ляпнуть, брякнуть прост.
çавăрса чик — запрятать (напр. деньги)

пăрах

9.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением быстроты и завершенности действия:

вĕлерсе пăрах — убить, прикончить
кăларса пăрах — выбросить
кăшкăрса пăрах — гаркнуть, накричать на кого-л.
пăвса пăрах — задушить
персе пăрах — застрелить
çăвара карса пăрах — разинуть рот
çурса пăрах — разорвать, порвать
тĕлĕнтерсе пăрах  — сильно удивить
туса пăрах — сделать быстро
вăл ку ĕçе пĕр сехетрех туса пăрахрĕ — он разделался с этим за час
уçса пăрах — раскрыть, распахнуть
хăратса пăрах — напугать
юратса пăрах — полюбить, влюбиться
çанталăк сивĕтсе пăрахрĕ — вдруг резко похолодало

юх

7. перен.
литься, течь (о речи, словах)
сăмах-юмах пĕр такăнмасăр юхать — речи льются без конца

алгоритм

алгоритм (пĕр-пĕр задачăна шутламалли правилăсен системи)
алгоритм хатĕрле — составить алгоритм

концесси

концессия (патшалăх пĕр-пĕр фирмăпа тунă договор)

шухăш

6.
забота, беспокойство о ком-чем-л.
Пуянăн пин шухăш, çук çыннăн пĕр шухăш. — посл. У богатого тысяча забот, у бедного — одна.

шухăшлăн


пĕр шухăшлăн — единогласно, единодушно
пуху пĕр шухăшлăн решени йышăнчĕ — собрание единодушно приняло решение

шухăшлă


пĕр шухăшлă — 1) единогласный, единодушный 2) единогласно, единодушно

ен


чикĕ леш енче — за границей, за рубежом
пĕр енченвводн. сл. с одной стороны
тепĕр енченвводн. сл. с другой стороны
пĕр енчен, вăл калани тĕрĕс — с одной стороны, он прав
пĕр енлĕ — 1) односторонний 2) односторонне
ыйту çине пĕр енлĕ пăхни — односторонний подход к вопросу

пĕл

11.
в отриц. форме в сочет. с инфинитивом глаголов на -ма (-ме), -а (-е)
выступает в качестве вспом. гл. с общим значением
интенсивности или продолжительности действия:

вăл лара-тăра пĕлмест — он то и дело встает
çумăр чарăна пĕлмесĕр çăвать — дождь льет не переставая
пĕр шухăш пуçран кайма пĕлмест — одна мысль никак не выходит у меня из головы

пĕр

5.
сжимать, поджимать
кривить

тутана пĕр — поджать губы

пĕр


çăварне пĕр — зажать рот кому-л.

пĕр

III.

1. подр. —
о шумном взлете птиц

кайăксем пĕр! вĕçсе кайрĕç — птицы шумно вспорхнули

пĕр

2. подр. —
о быстро поднимающейся пыли

сыпăк

11.
сектор, квартал, участок
пĕр сыпăк вăрман — квартал леса

шут


пĕр шута хур — равнять, ставить на одну доску
ним шутне те ан хур — ни во что не ставить
çын шутне кĕр — выбиться в люди разг.
шут та пулман — и в мыслях не было

техника

2.
техника (пĕр-пĕр ĕçри мелсем)

паек

пайковый
пĕр кунлăх паек — дневной паек
типĕ паек — сухой паек
паек апат-çимĕç — пайковые продукты

пĕтер

12.
с деепр. др. глагола выступает в роли вспом. глагола
с общим значением завершенности или интенсивности действия:

вуласа пĕтер — дочитать
ĕçлесе пĕтер — закончить работу
итлесе пĕтер — дослушать (до конца)
тем те пĕр каласа пĕтер — наговорить всего (о ругани)
култарса пĕтер — насмешить до слез
пурне те пĕлсе пĕтереймен — всего, что есть на свете, не узнаешь
ăна шанса пĕтерме çук — ему нельзя верить полностью

мăскал


пĕр мăскал та — ни грана, ни на грош
вăл мана пĕр мăскал та пулăшмарĕ — он мне ни на грош не помог

чикĕллĕ

граничащий, имеющий общие границы
сопредельный

пирĕнпе чикĕллĕ патшалăх — граничащая с нами страна
пĕр чикĕлеш çĕрсем — сопредельные земли

чĕптĕм


пĕр чĕптĕм те — ни крошки, нисколько
пĕр чĕптĕм те вăй çук — совсем нет сил

чĕлхе


чĕлхесĕр пул — потерять дар речи, лишиться языка
пĕр чĕлхе туп — найти общий язык
хăранипе чĕлхи çĕтнĕ — от страха у него отнялся язык

лицензи

лицензия (тавар кӳме е пĕр-пĕр ĕç тума право паракан хут)

сур


пĕр çăвартан сур — жить в согласии, быть единодушными (букв. плевать из одного рта)

кăмăллă


пĕр кăмăллă — единодушно

евĕрлĕ


пĕр евĕрлĕ тӳркĕтеслĕхсеммат. подобные прямоугольники

манерлĕ

4.
приблизительно, около, почти
пĕр сехет манерлĕ кĕт — ждать около часа
вĕсен çĕрулми пĕр вунă михĕ манерлĕ тухрĕ — они накопали около десяти мешков картофеля

митевлĕ

диал.
похожий, сходный
пĕр митевлĕ çынсем — похожие друг на друга люди

пăх


алла пăх — привыкать, приручаться (о животных)
ăçта пăхнă унта — куда ни посмотри, везде
пăхса та курăнмасть-ха — видом не видать; еще долго ждать
пĕр енчен пăхсан — с одной стороны (о точке зрения)
пĕрре пăхсах — с первого взгляда
пăхсах паллă — сразу видно
карт пăх — гадать на картах
юмăç пăх — ворожить
çын куçĕнчен пăх — быть зависимым от кого-л.
вăл ашшĕне пăхнă — он весь в отца, он вылитый отец
пăх та кур! — вот тебе раз!, вот это да!

çăвар


карма çăвар — горлопан, горлан, крикун
пĕр çăвартан сур — быть единодушным (букв. плевать одним ртом)
вĕсем пĕр çăварлă — они заодно
çăвар тулли калаç — выражаться, говорить грубо, непристойно

çавăр


айлăн-çийлĕн çавăр — переворачивать вверх дном
алла çавăр — приручивать, приваживать
ăспа çавăр — раскинуть умом
кăшăл çавăр — стянуть обручем (бочку)
ыйха çавăр — поспать, всхрапнуть разг.

сывлăш çавăр
1) перевести дыхание, передохнуть
пĕр сывлăш çавăрмасăр — не переводя дыхания
2) оправиться, встать на ноги
пушар хыççан сывлăш çавăрса яр — поравиться после пожара

пуçхĕрлĕ çавăр — перевернуть с ног на голову

пĕтĕм


пĕр пĕтĕм — единый, целостный
пĕр пĕтĕм фронт — единый фронт

сăмса

7.
горбушка, краюха, краюшка
кукăль сăмси — горбушка пирога
çăкăр сăмси — краюха хлеба

Пĕр çăкăр сăмси, икĕ икерчĕ, пĕр хуран кукли, икĕ йăвача, икĕ кĕлентĕр. (Çын пуçĕ). — загадка Краюха хлеба, да два блина, да вареник, да пара колобков, да два кренделя — что это? (Голова человека: нос, щеки, губы, глаза, уши).

лапка

III.

1.
небольшой участок, небольшая площадь
пахчара пĕр лапка чие пур — в саду есть небольшой участок с вишней

лапка

3.
низкорослый, приземистый
лапка йывăç — низкорослое дерево
Пĕр лапка карчăка тăваттăн хурал тăраççĕ. (Тенкел). — загадка Одну низенькую старушку стерегут четверо. (Скамья)

турам

кусок, кусочек, долька, ломтик
какай турамĕ — кусок мяса
лимон турамĕ — долька лимона
пĕр тура юлмиччен çисе яр — съесть все до последнего кусочка
Ăсмассерен какай турамĕ кĕмест. — погов. Не каждый раз, как зачерпнешь, попадает в ложку кусок мяса. (соотв. Не все коту масленица).

тӳмеллĕ

1.
с пуговицами, на пуговицах, на пуговице
тӳмеллĕ кофта — кофта на пуговицах
пĕр тӳмеллĕ хутаç — сумка на одной пуговице

транслитераци

лингв.
транслитерация (пĕр алфавитпа çырнине тепĕр алфавит çине куçарса çырни)
[лат. trans — витĕр, урлă, тата litera — сас палли]
ют сăмахсене транслитерациле — транслитерировать иноязычные слова

тĕплен

3. перен.
обосноваться, укрепиться, пустить корни
пĕр вырăнта тĕплен — обосноваться на одном месте

телепати

телепатия (пĕр çын шухăшĕсене тепĕр çын сăмахсăрах пĕлме пултарни)

тет

якобы, будто
говорят, что

пурăннă, тет, пĕр карчăкпа старик — фольк. жили-были, говорят, дед да баба

тапăртат


(пĕр) вырăнта тапăртат — топтаться на месте

тăрук


пĕр тăрук — сразу, одновременно
тупăсем пĕр тăрук персе ячĕç — пушки выстрелили залпом

тăкăс


пĕр тăкăс — ровно, плавно, спокойно, равномерно
калаçу пĕр тăкăс пырать — разговор идет спокойно

сĕмлен

6.
томиться, изнывать
пĕр-пĕччен сĕмленсе пурăн — томиться в одиночестве

сăмах


сăмах арманĕ — болтун
сăмаха тытаймасть — он болтлив
сăмах вакла — беседовать, судачить
сăмах вăлт — выпытать, заставить проговориться
сăмах вылят — говорить шутливо, играть словами
сăмах çаптар — пустословить, болтать
сăмахпа — на словах
пĕр сăмахпа каласан — одним словом
сăмах та çук — и речи нет, разумеется
сăмахран тух — ослушаться
ваттисен сăмахĕсем — пословицы, поговорки

автарки

автаркия (пĕр-пĕр çĕршыв экономика тĕлĕшĕнчен ыттисемпе çыхăнмасăр тăни)

аршăн


пĕр аршăнпа виç
— мерить на свой аршин
аршăн çăтнă пек — будто аршин проглотил

вăхăт


пĕр вăхăт — некоторое время, одно время
пĕр вăхăтра — 1) одновременно 2) одно время (в прошлом)
вăхăчĕпе — в свое время, в нужное время
вăхăчĕпе ĕçлĕпĕр, вăхăчĕпе ĕçĕпĕр — фольк. когда нужно — поработаем, а когда можно — погуляем
çывăх вăхăтра — в скором будущем, в ближайшее время
хăй вăхăтĕнче — в свое время (в прошлом)
вăхăт çитиччен — раньше времени, досрочно
вăхăт иртсен — после положенного времени
çав вăхăтрах — в то же время, вместе с тем
вăхăтран вăхăта — время от времени, временами, иногда

ластăк


пĕр ластăк
— немного
пĕр ластăк тăхта-ха — погоди немного

номенклатура

1.
номенклатура (пĕр-пĕр отрасльри ятсем, терминсем)

производство

2.
производство (промышленноçăн пĕр-пĕр отраслĕ)

пусăм


пĕр пусăмри çынсем — сверстники, люди одного поколения
тăла пусăмĕуст. кусок сукна (домашней валки)
пĕр ура пусăмĕ чухлĕ — шириной в ступню

представитель

1.
представитель (пĕр-пер орган е учреждени янă çын)
полномочиллĕ представитель —полномочный представитель
калаçу ирттерме представителе яр — послать представителя на переговоры

сасартăк


пĕр сасартăкра
диал. в одно мгновение, мгновенно

вибраци

вибрация (пĕр-пĕр япала чĕтренсе тăни)

концентрлă

концентрический, концентричный (пĕр пĕтĕм центрлă)
концентрлă çаврашкасем — концентрические круги
концентрлă система — концентрическая система

вагон

вагонный
купеллĕ вагон — купированный вагон
пассажир вагонĕ — пассажирский вагон
плацкартлă вагон — плацкартный вагон
ресторан вагон — вагон-ресторан
çемçе вагон — мягкий вагон
тавар вагонӗ — товарный вагон
трамвай вагонӗ — трамвайный вагон
вагон алăкĕ — вагонная дверь
çирĕм вагонлӑ состав — состав в двадцать вагонов
вагон кăкар — прицепить вагон
пĕр вагон йывăç — вагон леса
вагон-вагонĕпе ăсат — отправлять целыми вагонами
çын турттарма майлаштарнă тавар вагонĕ — товарный вагон, приспособленный для перевозки людей (теплушка)

Чăвашла-вырăсла словарь (1919)

вăкăр

син.: мăкăр
бык
вол

пĕчĕк вăкăр — бычок
кӳлекен вăкăр — вол
Азия çĕрĕнтче пурăнакан вăкăр — буйвол
пĕр вăкăрăн хӳрине хĕрĕх çын туртать — (у) одного быка за хвост 40 человек тянут (дверная скобка)

вĕç

II.
конец
пĕр вĕçрен — сплошь
пуç вĕçĕ — изголовье
вĕçĕ-вĕçĕн — конец к концу, один за другим
тĕнчен вĕçĕ-хĕррине çитичченех — до самых краев земли
вĕçĕ-хĕррисĕр, вĕçсĕр-хĕррисĕр — бесконечный, безграничный

вĕт-шак

...:
киле пĕр ваттисемпе вĕт-шак ачасем анчах йулаççĕ — дома остаются только старые да малые

ерне

I.
неделя
ерненĕн — неделями, понедельно
ерни-ернипе — по целым неделям
ернипе — целую неделю
ернелĕхе — на неделю
çак ернере — на этой неделе
çĕнĕ çул иртни миçе ерне-ши? — сколько недель прошло от нового года
аçусем ĕнтĕ сана пĕр ернеренпе кĕтеççĕ — уже неделя, как твои родители ждут тебя
ерне кунĕсем — дни недели

ийе

черт
тĕлĕкре ăна ийесем тем те пĕр пума вĕрентеççĕ — во время сна черти учат ее делать всевозможные вещи

иккĕ

два
иккĕ хăлха, иккĕ куç, иккĕ ура – два уха, два глаза, две ноги
икшер — по два
иккĕн — вдвоем
иккĕмĕш — второй
алă иккĕ — рук две
алă икки – то (обстоятельство), что рук две
иккĕ лашалă çын — человек, у которого две лошади
иккĕ саккăр вунулттă, хăрах тăххăр пĕр пиллĕк, миçе пулать? — две восьмерки — шестнадцать, раз девятка, да один пяток — сколько будет?
икçĕр — двести
икçĕрĕмĕш — двухсотый
сире иксĕре — вам двоим
иккĕн пĕр тăван — двое детей от одних родителей
хăйсем иккĕшех çисе йачĕç — они съели одни вдвоем
икĕ хут, икĕ хутчен, икĕ рас — дважды
иккĕмĕшĕнче — во второй раз
икĕ хутлă — двойной (материал)
икĕ питлĕ — двуличный

илемлĕлет

син.: илемлет
украсить
пӳлĕме илемлĕлет — комнатку украсить
илемлĕлетни, илемлĕлетекенни — украшение
пур çĕрте те пĕр илемлĕлетни анчах — везде одно только украшение
çак çурта илемлĕлетекенни — это украшение дому

исмаса

но, хоть, однако; икĕ ывăç ыйтрăм та исмаса пĕр ывăç та памарĕ – 2 горсточки попросил, однака ни одной горсточки не дал.

63 стр.

йал чикки

граница одноплеменного населения
йал çынни — сельчанин
вĕсем пĕр йалсемех — они из одной деревни
йалпа — деревнею
йалтан йала — из деревни в деревню
йалăм-йышăм йал тулли — моих односельчан полная деревня

йахăн

близко
приблизительно
около

— Санăн укçу нумай-и? — Многли у тебя денег?
— Пĕр тенкĕне йахăн пур. — Около рубля есть.
икĕ пăта йахăн пур — около двух пудов есть

йĕкĕр

двойной; йĕкĕр сăмахсем сложные слова; пĕр йĕкĕр-ывăç пăрçа – пригоршни гороху; йĕкĕреш – близнец; йĕкĕрешĕн хăраххи, йĕкĕрешрен пĕри вилнĕ – один из близнецов умер.

73 стр.

йыш

семья, семейство
порода, свойство

кил-йыш — семья
йал-йыш — соседи, однодеревенцы
пĕр йышши — тепĕр йышши -- одни — другие
хаклă йышши — дорогой
йӳн йышши — дешевый
йышлă — семейный, многолюбивый
йышлăлан — умножаться, увеличиваться
йышлăлантар — умножаться, увеличиваться
йышлăлантар — умножить

кĕлĕ

молитва
кĕл-ту, кĕлĕ ту — молиться
вăл пĕр кĕлĕрен те йулмасть — он не пропускает ни одной службы

кулачă

син.: кулаç
калач
белый хлеб

кулачă пĕçерекен — калачник
сĕтел çинче пĕр татăк кулачă выртать — на столе лежит кусок белого хлеба
тулă кулаçĕ — пшеничный хлеб

купа

куча
копна
груда

пĕр купа чул — груда камней

кур

видеть
кура тăран — постоянный знакомый
курайман — завистливый, ненавистливый, враждебный
кураймастăп — ненавижу, завидую
курнă çын — пожилой человек
куриччен курассăн супмарăм — пока не видал, и не чаял, что увижу
курнинчен курманни теççĕ — лучше не видеть, чем видеть
курса куç тăранми — ненаглядный
епĕ ырă курмасси каймасăрах курăнать — еще не вышедши замуж уже можно видеть, что (в доме мужа) я не увижу добра (причитания невесты — Ред.)
темĕн те пĕр кураççĕ — испытавают, не знаю что
кури-курми пынă тĕл — иногда видел, иногда нет
куран куçа курми ту — притворись, что не видишь
курай — быть в состоянии видеть
курайман-тăшман — враг ненавистник
кураймасăр — с сердцов
курăн — виднеться
курăнми — невидимый
курăнса тăр — торчать
курăнăç — свидеться

кӳлеш

ревновать; спорить; Махмут арăмĕсем пĕр пĕринчен кӳлешеççĕ – жены Махмуда ревнуют друг друга; вăл арăмĕнчен кӳлешет – он ревнует свою жену.

105 стр.

паранкă

картофель
епĕ унтан пĕр витре улмапа икĕ пăтавкка паранкăлла илтĕм — я купил у него ведро яблоков за две пудовки картошки

пĕр

син.: пĕри, пĕрре
один; пĕр йышши тепĕр йышши – одни и другие; вăл манпа пĕр ăруран – он мой соплеменник; пĕр вăхăтра – в одно время; пĕр пек, пĕр пекскер – одинаковый; пĕре шуралать пĕре хĕрелет – то бледнеет, то краснеет; пĕр каймасăр, уйăрăлмасăр – неразлучный; çумăр çăвассипе пăр çăвасси пĕр мар – не одно и тоже, пойдет дождь или выпадет град; пĕр пĕрине хирĕçеççĕ (килĕшсе пурăнаççĕ) – друг с другом враждуют (живут в мире); пĕр мар – непостоянный; пĕр пек ту – сровнять; пĕр пек – тожественный; пĕр-пĕр чух – когда-нибудь; пĕр пĕлми – ничего не чувствуя; пĕр самантра тотчас; пĕр çын – некий; пĕр шухăшлă – единомышленник; пĕр-кун, пĕр-кунĕ, пĕр-кунне – намедни; на днях; пĕрехçех, пĕреççех – один (только); пĕр пĕчченчи – одинокий; епир ăна пĕрĕмĕр те (пĕри те) курмарăмăр – ни один из нас его не заметил; пĕрешкел (Ядр.) сходно; пĕррелĕхе каçар мана – прости меня на этот раз; тапăççи начар та, пĕррелĕхе йурĕ – ха хотя цеп и плох, но на один раз ладно сойдет. Пĕрĕмĕш – первый; пĕррĕн-пĕррĕнех – по одиночке; пĕрер – по одному; пĕрерĕн-пĕрерĕн пурте тухса кайрĕç – по одиночке все вышли; пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕнсе илчĕ – позвал порознь (каждого); пĕрле – вместе; пĕрлештер – соединить; смешать, сближать; пĕрлеш – соединяться; смешаться, сближаться.

136 стр.

пĕр

морщить, сморщивать; пĕрĕм – морщина; пĕрни – морщины; пĕрĕн – морщиться.

137 стр.

пĕркенчĕн

фата
пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хӳхлесе лараççĕ — под одной фатой плачут четыре невесты

пĕрчĕ

зерно
пĕр пĕрчĕ тырăран çитмĕл пилĕк пĕрчĕ пултăр — из одного зерна хлеба пусть будет семьдесят пять зерен  
улăм пĕрчи — соломинка

пиллĕк

син.: пилĕк
пять
пиллĕкшер — по пяти
пиллĕккĕн — впятером
пиллĕкмĕш — пятый
пиллĕкĕн пĕр тăван — пятеро (детей) от одних родителей
пиллĕк пус — пять копеек
есир пиллĕксĕр вăрмана кайăр — вы все пятеро ступайте в лес
пиллĕк пайа — на пять частей
çичĕ пилĕк хăйар — семь пятков огурцов

пурĕ-пĕр

безразличный
маншăн пурĕ пĕр — для меня все безразлично

пуç

голова
начало
начальник
главный
колос
покорность

аслине пуç — старшему покорность
пуçлă йĕп — булавка
пуçла — начинать
пуçлан — начинаться
пуç-çап — челом бить, покланяться, молиться; жаловаться, благодарить
пуç çавăр — отуманить
кил пуçĕ — домоправитель
туй пуçĕ — распорядитель свадебного пира
çарă пуçĕ — полководец
йал пуçĕ — вождь деревни, своего народа
шыв пуçĕ — исток, вершина реки
çырма пуçĕ — начало оврага
вар пуçĕ — начало долины
кӳлĕ пуçĕ — начало озера
шурăмпуç — заря
вут пуççи — головня
çул пуççи — проводник
хул-пуççи — предплечие
ал-пуççи — плечо
пуç пÿрне — большой палец
пуç тури — гребень
пуç тăрри, тӳпи — темя
пуç шăмми — череп
пуç йанаххи — виски
пуç тутăри — головной платок
пуç-кашăл — венец
вăл кĕнекене пуçĕпех патăм — я отдал ему эту книгу совсем
пуçламăш — начало
пуçне — кроме, отдельно, особенно, исключая
пăт пуçне пиллĕк пус тӳлес пулать — нужно платить по пять копеек с пуда
пуçах, пучах — колос
хăмла пучаххи — хмелевая шишка
пуçалăх, пуçелĕк — из головы, брус в окне
пуç вĕçĕ — изголовье
пуçлăх — начальник; глава
пуç хирлĕ ӳкер — упасть стремглав п
пуç хур – ложиться ("голову класть")
çичĕ çул йамшăк чупрăм, пĕр турта пуç катмарăм — семь лет я гонял ямщину и не отколол конца ни у одной оглобли
пуç-тах çын — бесшабашный
пуççăрла [Етĕр.] — быть бесшабашным
пуç çинчен пĕркен — закрываться с головой
çын пуçне пĕрер çăмарта пĕçереççĕ — на человека варят по одному яйцу
пуçланса кайать — начинается
ĕçле пуçлать — принимается за работу
ĕрет пуçланса йарать — начинает ряд

сахал

малый; недостаточный; мало, недостаточно; сахаллăн – понемногу, помаленьку; есир сахаллăн – вас мало; сахаллан – убывать, сбывать; сахаллат – убавить; уменьшить; сливать; сире сахалпа çитес çук – сахалтан та сире пĕр пăт кирлĕ – вам небольшого количества хватит; самое меньшее вам нужно пуд; сахалтараххăн – более незначительными количествами; несколько (слишком) малыми количествами.

164 стр.

сăн

II.
лицо
черты лица, образ
преображение

çакă сăнăма асăнмалăх патăм савнă тусăма — это мое изображение я дал на память любимому другу
есĕ аçупа пĕр сăнлă — у тебя одно лицо с твоим отцом (ты очень похощ на отца)
сăн ӳкер — фотографировать; писать изображение
сăн пăхмалли, куç-кĕски — зеркало
чипер сăнлă хĕр — красивая девушка
сăнсăр — безобразный
сăн-сăпат — лицо
унăн сăн-сăпачĕ хитре — у него красивое лицо
сăнкса — задуматься

сисĕм

чувство
сисĕмĕ те пурин те пĕр пек мар — совесть не у всех одинакова

сурăх

овца
сурăх тирĕ — овечья шкура
сурăх пек кăшкăр — наблеять
сурăх-ури — святки
сурăх ури тытни — "ловля овец за ноги", в сильвестрову ночь парни и девушки идут в овчарню, там они ловят в темноте овец за ноги. Тогда зажигается свеча. У кого черная овечка, получает в невесты брюнетку; у кого белая, получает блондинку.
пĕр кĕтӳ сурăх — стадо овец
лайăх сурăх тирĕ — хорошая овечья шкура

çăмарта

яйцо
çăмарта шурри — белок
çăмарта сарри — желток
çăмарта хуппи — скорлупа
чăхă çăмарта тăвать — курица несет яйцо
пит çăмарти — щеки
çăмарта шӳрпи — яичная похлебка
çăмартана чĕпĕлентер — насидеть яйцо, яйца
çăмарта шăтрĕ — яйцо разбилось
пĕр хуран шурă çăмарта

çĕр

ночь; çĕрле – ночью; çĕрĕпех – всю ночь; çĕр хута – во всю ночь; кунĕн çĕрĕн – день и ночь; çур çĕр – полночь; вăл çĕркĕ кушкăсене пĕр çынна курнă – он вчера вечером видел одного кошкинского.

192 стр.

çулăх

напасть, угодить (на что)
встретиться (с чем)
пĕр пырса çулăхасси анчах вара ĕçĕренессине ан ĕмĕтлен — стоит только с ним связаться, а потом уже и не надейся на то, что отвяжешься

çум

близость; возле, рядом, вплоть; хĕрес çумне – ко кресту; ман çума – ко мне; çтина çумĕнче пĕр çын тăрать – возле стены стоит человек.

198 стр.

çуркунне

син.: (çур)
весной
çитес çуркунне — в будущую весну
çуркунне пĕр майах — всю весную
çак çуркунне — в эту весну

çӳлĕш

син.: çӳлĕшĕ
высота; вышина; рост; ун çӳлĕшне пĕр аршăн та улт вершуклă тăваççĕ – вышиной его делают в 1 арш. 6 верш.

202 стр.

ĕлĕк

син.: малтан
прежде, давно
раньше
в старое время, встарь

ĕлĕк авал пĕр карчăкпа старик пурăннă — в старое время жил старик со старухой

Чăваш сăмахĕсен кĕнеки

явала

явала (jавала), обвивать.
- Н. И. Полорус. Мĕшĕн аллăна (или: аллу тавра) кантăра яваларăн?
- Ходар. Пĕр хуллине (из упомянутых) алла илеççĕ, ыттине пилĕк тавра яваласа çыхаççĕ (обвивают вокруг поясницы). То же выражение у КС.

|| Растирать.
- Собр. Ахаль тăраччен кĕрĕк аркине явала (описка?), теççĕ. Чем стоять так, лучше растирай рукав шубы.
см. йăвала

ик

неизв. слово. Вотлан. Ик чак — пĕр чăмăртак. (Йăва, загадка о гнезде). В. Чураль-к. та же загадка относится к замку или ключу («çăраçи», т.-е. çăраççи), а в Байгулове — к банной каменке: ик-чак чăмăрк(к)а=мунча чулĕ. Икково. Ик чак чăмăртак, иккĕн (вдвоём) тытса çимелле (Загадка о брюкве: кушшăм).

ырă

(ыры˘), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. 389. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сёт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (--халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ; ырă хулă пек йăмăксем пурччĕ, — тăрса йулчĕç, ай, курăнать! Полт. 54. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. 3820. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну,  ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Тăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр пулаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam offendamus horam, h.e., ut opportunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 3450). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туйăнать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т. VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳк-кĕлĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. Ib.  Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. Ib. Туй-ек[к]инче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташ[ш]енчен уйăрăлтăмăр.  (Из солд. песни).  † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймасть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья), СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ыр(ă) пикенĕн курăнан. Альш.? Ырă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ы р ă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 100. Вăрçă хушшине ырă кĕмест. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи;  здесь —сговариваются  убить).  || Хорошо,  по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çийес.  Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çийас. Полт. 49: Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе. Собр. 1370. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). Ib. 138. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), ей, ут, тур(ă), ей, ут»? Ч.К. Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анаткасси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

лапкăш

его ширина. N. Ани лапкăшпех хуп-хура выртать (о недавно вспаханном загоне). N. Тăм патне чавса çитсен, эпир тата тăмне пĕр кĕреçе лапкăш тарăнăшĕ пек хускатса, кăпăшлантарса тухрăмăр.

явăнкала

явăнкала, учащ. ф. от явăн.
- Бiтр. Çӳлте явăнкаласа çӳрекен пĕр кайăк корчĕç.

явăнчăк

явăнчăк (jавынζ'ык, jавын'цъык), извивающийся.
- Н. И. Полорус. Явăнчăк тĕрĕ анат. (По палке) спускается извилистая нарезка, полоска, узор. Туя йĕри-тавра кукăр-макăр тĕрлесе анаççĕ, ăна çапла калаççĕ.
- N. Явăнчăк йывăç.

|| Ib. „Почти тоже [sic!], что явкаланчăк: питĕ явăнчăк, сăмахăн вĕçне тухаймаç“. Ib. Пĕр май киле-киле, хĕрен пек çаврăнса çӳрекен (с какими-то намерениями) çынна явăнчак теме пултараççĕ.

|| О грязной дороге, когда грязь навивается на колёса.
- Стик. Явăнчăк çул — грязная дорога («грязь не так жидка, чтобы она не приставала к телеге»).

|| Моток лент из мочала, достаточный для тканья одной рогожи.
- Икково. Пĕр явăнчăк корăс чĕртĕм (приготовил). См. явкаланчăк

явăç

явăç (jавыс'), свиться; связаться; сдружиться; сходиться друг с другом.
- М. П. Петр. Хыпар № 15, 1906. Ачасем пурте пĕр-пĕринпе явăçса, пĕр-пĕрне чуп-туса: халăх хушшинче килĕшӳ пултăр, тесе, турра кĕл-тăва пуçларĕç.

|| Увиваться.
- КС. Паян çав виле (вил'э) панче кунĕпех çахансам явăçаççĕ.

|| Привадиться.
- Зап. ВНО. Арман кутне йăтăсем явăçнă. К мельнице привадались собаки.
- Юрк. † Уй варринчи  хурамана курак-çăхан явăçнă, явăçнă та сивĕнмест. (Свадеб. п.).
- Зап. ВНО. Кăвакарчăн явăçсан, çын пуять, теççĕ. Если привадятся (к дому) голуби, то человек разбогатеет. (Поверье).

|| Кишеть.
- Зап. ВНО. Ача-пăча ăçта кирлĕ, унта хурт-кăткă пек явăçать (кишат).

|| Болтаться, „тереться“ около кого-нибудь, приставать к кому-л.
- Козм. Явăç, болтаться. Эсĕ ун çумăнче [sic!] мĕн явăçса çӳретĕн? Что ты около него болтаешься?

|| Смешаться (попав в число других вещей)
- Ст. Чек. Явăçса карĕ пулĕ. Вероятно, смешалось с другими вещами.
- Ib. Явăçса (кайнă ĕçлеме) пĕрлешсе, хутшăнса.
- Ib. Явăçса кай çавсемпе пĕрлешсе кай. Об интимной связи.
- Хыпар № 30, 1906. Санăн арăму иртĕнет-мĕн, Евстигнейпа явăçнă, теççĕ, тет.
- Чебокс. Çав арăмпа явăççа çӳрет (путается) вăл.
- КС. Вăл çавăн арăм(ĕ) патне явăçнă (повадился, т. е. они „кусаççĕ“).
- Бiтр. Çав ывăлсенчен кĕçĕнни çав карчăкăн хĕрĕ патне йывăçнă, тет те, кайран сивĕннĕ, тет. Младший из сыновей связался с дочерью той старухи, а потом охладел к ней.

|| „Путаться“ с кем
- Юрк. † Хура хĕрсемпе явăççа, хура-хутаç илсе хуплантăм. Путаясь с девушками-чернушками я замаялся покупать им рожки (плоды ceratonia siliqua).

хĕв

(1) пазуха. См. (1). N. Хĕве чик, спрячь за пазуху. ''N''. Хам пĕр хĕв татса тултартăм. ''Латыш''. Амăшĕ пиçикине салтать те, хĕвĕнчен чиксе, айалтан виç хут кăларать. ''ЧП''. Мĕскĕн ача пулiччен анне хĕвĕнчен тухас мар-мĕн. ''N''. Ку нушана куриччен анне хĕвĕнче выртас-мĕн. ''N''. Патша нуши пуçран иртиччен выртаяс-мĕн анне хĕвĕнче. || ''Ир. сывл''. 9. Çĕн хумсен сассине пуçтарса хучĕ чĕрем-хĕвеме. || Место, куда помещают молодых после свадьбы.

хĕве

(2) описка вм. хĕвел? Н. Якушк. Ах аттеçĕм, аннеçĕм, кăнтăрла çиме лартăмăр, пур ачу та тĕрĕсчĕ, хĕве шăхăра (так!) ларнă чух санăн пĕр ачу çук пулĕ. (Хĕр юрри).

хĕвел

солнце, солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çӳл тӳпене хăпарать. ''Пазух''. 92. Хевея хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. ''Дик. леб''. 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. ''Ib''. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. ''Ib''. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... ''КВИ''. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. ''N''. Хĕвел анчĕ ту айне. ''N''. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. ''N''. Пĕр пĕлет çук, хĕвел çунать. ''А.-п. й''. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. ''НР''. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на гору за созревшей на солнце ягодой. ''ГФФ''. Ăшшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать.''Ib''. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. ''Абыз''. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввнче хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. ''Оп. ис. ч.'' II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. ''N''. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. ''Баран''. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ''ТХКА''. 106. Хĕвел тухас пек, çанталăк çутăлать. ''Ib''. Хĕвел чылай çӳле улăхрĕ, хĕртсе пăхать. ''Шурăм-п''. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. ''N''. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. ''N''. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. ''N''. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. ''Чув. пр. о пог''. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодно. ''Ib''. 42. Хĕвел хĕртсе пăлсан. Если солнце печет... ''N''. Хĕвел витĕр (пăхнă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еше дождь будет. ''Вопр. Смоленск''. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çăмăр пулать. ''Панклеи''. Хĕвел те пĕлет айнех полчĕ (зашло за облако). ''С. Алг''. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. ''N''. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. ''Якейк''. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. ''Ib''. Ес çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. ''Ib''. Ĕнер конĕпех хĕвел пăхрĕ. ''N''. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? ''N''. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çутă. В комнате светло от солнца. ''N''. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. ''N''. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. ''N''. Мана хĕвеле тохма йорамасть. ''N''. Хĕвелте çӳреççĕ. ''N''. Старик хĕвеле ларчĕ. ''N''. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тяпратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. ''N''. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. ''N''. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. ''N''. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. ''N''. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). ''N''. Тĕкĕрпе хĕвеле ан вылят (не пускай зайчиков). ''N'' Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел ансан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать ткйĕр, тенĕ, тет. ''N''. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. ''Му-сирма''. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. ''N''. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). ''Н. Карм''. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. ''Ст. Чек''. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрать. ''Тюрл''. Хĕвел яякка сулăнсан... Когда прошел полдень... ''Хурамал''. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. ''N''. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ''ЧП''. Пулă çакрăм хĕвел ''Изамб. Т''. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленнĕ. ''N''. Хĕвел яялт (хăшт—еслв дольше) вăхрĕ те мĕаĕт айве вврсе кяйрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылосъ ''N''. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я) ''Юрк''. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. ''N''. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. ''N''. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулять, теççĕ. ''N''. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан, çумăр пулать, теççĕ. ''N''. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. ''N''. Пирĕн тĕлтен хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). ''N''. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. ''N''. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. ''N''. Вара отсан-отсан, хĕвел анса кайрĕ. ''Н. Лебеж''. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. ''N.'' Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен. ''N''. Хĕвел инçе карĕ. ''N''. Курнiтсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. ''Кан.'' 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. ''N''. Хĕвел виттĕр пăхни. ''N''. Хĕвел тохсан тин... ''Микушк''. Ирхbне хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). ''Торп-к''. Карăнтăк виттĕр ылтăн туя кĕрĕ. (Хĕвел). ''N''. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелне ялтăртать. ''N.'' Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. ''N''. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. ''N''. Хĕвел ăшă пăхать. ''N''. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ''ГТТ''. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. ''N''. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. ''N''. Йĕрекен ачана култарас тесе: «Хĕвел пăхать», теççĕ. ''N''. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). ''Никит''. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. ''N''. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. ''Сред. Юм''. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывяется за облаками). ''N''. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). ''N''. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. ''N''. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. ''N''. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. ''N''. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. ''N''. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. ''N''. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. ''N''. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. ''N''. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. ''N''. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорит, когда уверены, что он не может этого сделать). ''N''. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывяет, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. ''N''. Хĕвел кăнтăрлаччен вăкăрпа чупать, тет, кăнтарла иртсен, карсакпа чупать, тет. ''N''. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, «хĕвел карталанни» теççĕ. ''N''. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йывăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). ''N''. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. ''N''. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. ''N''. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. ''N''. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. ''N''. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек курăнаççĕ. ''СТИК.'' Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). ''Ib''. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. ''Ib''. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). ''N''. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: «Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил». ''N''. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран вара — лаша çинче, кăнтăрларан вара —кайăк çинче. ''N''. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). ''Янтик''. Эп вăхăта хĕвеле пăхса пĕлеп. ''N''. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. ''Изамб. Т''. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. ''N''. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). ''N''. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. ''N''. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. ''Артюшк''. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тăвăттăм. ''Собр''. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. ''Н. Карм.'' Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). ''N''. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла питт хĕртет. ''ЧП''. Хĕвел пăхрĕ — типетрĕ. ''N''. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. ''N.'' Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел ''N''. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. ''Лобашк''. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). ''N.'' Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). ''Синьял''. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантăк). ''Сятра''. Вутсăрах çунать, çунатсăрах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). ''Альш''. Çулла хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. ''N''. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). ''N''. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). ''N''. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). ''N''. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. ''N''. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. ''N''. Хĕвел шăвать. ''Кив-Йал''. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). ''Нюш-к''. Иртсе пыракан çыя пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. ''N''. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). ''Курм''. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. ''Аттик''. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. ''N''. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çумăр е юр çăвать), теççĕ. ''КС''. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). ''Трхбл''. Хĕвел пирĕн йĕтем пысыккăш, тетчĕç ваттисем. ''N''. Хĕвел пит хĕртет. ''N''. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). ''N''. Паян эп тăрсассăнах хĕвел тухрĕ. ''Красн. Горка''. Хĕвел питĕ хытă пăхать. ''Сёт-к.'' Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. ''Магн. М.'' 68. 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори, || Клятва. ''Ст. Чек.'' Хĕвел, илмен эп ăна. ''Сред. Юм''. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). ''Ороу''. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, аплн та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен?—Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

хĕвел тĕттĕмленни

затмение солнца. N. Хĕвел тĕттĕмленме малтан пĕр хĕрринчен тытăнать. Унтан кайран çяв хĕрринченех уçăлса пырать. ''Ороу''. Хĕвел тĕттĕмленсен хĕвеле кăраççын çине тытса хăрăмлатнă кĕленче виттĕр пăхрăмăр. ''В Курм''. Хĕвел олшăнать, затмение солнца.

ялхах

/Йалхах/ (jалhах), плена; слизь. Трахома. Пĕр уйăх иртет, иккĕ те иртет, хай куç шăрçине кăвак ялхах карса та илет. Тюрл. Ачан варсем пăсăлсассăн ялхах чĕкĕрет (испражняется слизью). Чертаг. Ялхах йохтарать (животное во время течки). || Hymen. Буин. Ялхахĕ татăлат, теççĕ.

ямăт

/Йамăт/ (jамы̆т), готовый. См. янта. Истор. Хресченсем: улпут ĕçĕ, тесе, ĕçе çийелтен анчах ĕçленĕ; улпучĕсем те, ямăта вĕреннĕскерсем, тăрăшман. Ч.II. Ямăт мула ĕмĕтленсе, пуян çын хĕрне ан тапăнăр. СПВВ. X. Ямăт, ямăттине, янтă, ямăтлас, янтлас. КС. Ямăтранах пуйрĕ. Разбогател чужим добром (но законно). Орау. Ямăтранах пуйрĕ (чужим добром, но законно, напр. женитьбою). Ib. Çын ямăчĕпе пуййĕрç (= пуйрĕç) вĕсем, разбогатели чужим добром (готовым). М.А. 74. Епле вăл ямăтран тупасшăн? терĕç илтлекенсем. Сир. 132. Çыннăн асаппа пухăннă ямăтне çăтса яраймĕ вăл, калла кăларса парĕ; пурлăхĕ тăрăх унăн тӳлĕвĕ пулĕ, савăнсах тараймĕ вăл. Сред. Юм. Тăван пиччĕшĕн мар, ытти ашшĕпе, амăшпе пĕр тăвансĕн çорчĕ-йĕрĕ, ытти япаласĕм те она йолсан: ямăт полнă, теççĕ. Следовательно, ямăт означает имущество, оставшееся после родственников, не живущих в одном доме. Однако, если родители до своей смерти не выделили сыну имения, которое он должен бы получить, и он получает его лишь после их смерги, то это не будет «ямăт». Ib. Ямăта çиç пăхать. Все даровое хочет получать. Вĕлле хурчĕ. Вĕсем (сăрăсем) вĕллере те, тулта та нимскер те тумаççĕ, ямăт апат çиеççĕ те, сĕрлесе çеç лараççĕ. N. Эпир соха сохаласа çӳреппĕр, эсĕ конта ямăтран икерч çисе ларатăн. N. Теприсем пыраççĕ те: ха! ха! ямăттине йышанать! теççĕ. Другие подходят и говорят: «Смотри-ка, он присваивает себе готовое?».

сайра-хутра

, редко, иногда, изредка. К.-Кушки. Вăл пирĕн пата сайра-хутра кăна килет. N. Сайра-хутра пирĕн патра кайса куркалатри? Истор. Сайра-хутра кăна пыркаласа кайнă. Полтава 25. Гетман хватлă шухăшне сайра-хутра пĕр виç çын пĕлсе, курса тăраççĕ.

сайра-хутран

изредка. Изванк. Вăл сайра-хутран юмăç та пăхкалат. N. Хапхисем ялан питĕрĕнсе тăнă, сайра-хутран анчах пĕр-пĕр çын кирлĕ ĕçпе анчах ăçта та пулин хапхаран тухса кайса килнĕ. N. Вĕсен ялĕсенче шурă пӳрт сайра-хутран анчах пулать. Баран. 6. Карталанса тăрна вĕçет, сайра-хутран кăшкăрса.

савăк

(савы̆к), приятный, приятно; радостный, веселый; радость. Собр. † Пирĕн аттенĕн сар лаша, сар лаша та сар çуна, кӳлсе ларас пĕр савăк: пĕре чупат — тапăрлат, кайри урисем виç чалăш, юр сирпĕтсе пыраççĕ. СПВВ. Х. Савăк, приятно (от савăн. Ядр.). СПВВ. МС. Паян кун пит савăк. СПВВ. Савăк туйăнчĕ. Утăм 21. Юрри — ыраншăн савăк. Абыз. Çав Нурăсра пит савăк, вăл çи мĕнтен пит савăк, пуçа çима пит савăк. N. Вăрманта кайăксем савăк юрлаççĕ. N. Килте те пурăнма пит савăк мар пулĕ. Сам. 27. Маншăн эс савăк ачаллăх сăпки. Ир. Сывл. 28. Хăйсен савăк сассипе (сар-кайăксем) ял пурнăçне мухтаççĕ. Зап. ВНО. Савăк çын, веселый человек. Ib. Манăн ĕмĕр пит савăк иртрĕ.

савăш

радоваться, веселиться. Ерк. 14. Пĕр улпут патĕнче хăнара савăшса, Урха илсе тухнă хĕрне кăтартса. Баран. 72. Çапла вĕсем пайтах шавласа ларчĕç: ĕçрĕç, çирĕç, савăшрĕç. N. Пĕрле ĕçсе-çисе савăшса кайăр! (Обращение к покойникам „ваттисене хывни“ при возлиянии вина). СПВВ. † Тăванпала тăван савăшать, çичĕ ютăн мĕн ĕç пур. Альш. † Тăванпала тăван савăшнă чух унта çичĕ ютăн мĕн ĕç пур? Ск. и пред. 93. Икĕ чуна савăшма хĕвел парать çуттине. Ал. цв. 25. Вĕсем темиçе хут пĕрне-пĕри чуптуса савăшса ăшă сăмахсем калаçса, хăйсене пусарнă. || Находиться в любовной связи. Расак. Савăшса пураннă.

хуп сави

скобель для соскабливания коры, напр., липы. N. Хуп сави — çăка хуппине ӳкерсенех хуйăрне савалакан хатĕр. Саваласан, хуппине сарса хураççĕ. Вăл икĕ авăрлă, тӳрĕ, тăрăшшĕ пĕр-икĕ шит пулать.

савитлĕ

по согласию, согласный. Истор. Вара вĕсем пĕр-пĕринпе ахаль савитлĕ пулса килĕшнĕ.

савăл

(савы̆л), клин. Шел. 60. Савăлпала хĕснĕ пĕк (толпа). N. Савăл — мĕн те пулсан çурма е хĕстерме кирлĕ хатĕр. Юрк. Савăла савăлпа çапса кăлараççĕ, çавăн пек тата ĕçсе пăх. || Ломоть. Б. Олг. Пĕр савăл çăккăр çисен тăранат.

савăт

(савŏт), завод. Юрк. Савăтăм манăн кунĕ-çĕрĕ пĕр чарăнмасăр ĕçлет. Ib. Эпĕ пурăнакан çĕрте савăт хуçи пит начар çын (çук - çын). Бел. Гора. Саксун леçрĕ (меня) сахăр савăтне. Сред. Юм. Савăт çохăртать. Завод свистит. См. савут.

Савтиер

(-ди-), яз. имя мужч. Патраклă, Ялюха М., Т.-И.-Шем. М. Рус. Савтиерпе пĕр тăванни Урттеми салтака кайнă, салтакран вара ăна ют патшалăха кучченеçе панă, тет (подарили кому-то).

сак

лавка для сиденья. N. † Мана курайман тăшмансем сак хыçĕнче лартăр сакăр çул. Урмай. Ухмах саканче çăмарти çинче: ка-ка-как! тесе ларать, тет. Унтан касак сак уçрĕ, тет те, çынна çӳçĕнчен тытса кăларчĕ, (тет). Юрк. Ларакан сак таврашĕ: сак, сак-урати, сак-ури, сак-хăми, сак-ырни (хăма выртакан çĕр), сунтăх; сак айне путек яраççĕ. Собр. Пĕр сакка уçсан, сакăрвун салтак сиксе тухĕ. (Сурăх пăхĕ). Чураль-к. Пĕр сака уçăп та, хĕрĕх салтак сиксе тухĕ. (Сурăх сысни). Пазух. Хапхăрсем вырăсла, ай, уçмашкăн, пусмăрсем те çӳлĕ улăхмашкăн, алăкăрсем чалăш, ай, кĕмешкĕн, урайĕсем яка, ай, утмашкăн, саккăрсем сарлака, ай, лармашкăн, ятăрсем те чаплă, ай, илтмешкĕн. Яргейк. Ĕмĕр сакки сарлака, теççĕ. (Послов.) || Скамья. Кугеева. Шел. 123. Тĕл-тĕл йăвăç кутсене... туса хунă хăмапа ларса тăмалли саксем. N. Сак, скамейка (напр., в саду; так у многих). См. скамье. || Стольчак.

урлă сак

нары. Шурăм-п. Тĕпелте урлă сак. Якейк. Орлă сак, пӳртĕн кирек хăш тĕлте те пулать. Орлă сак хăмисене пĕренепе пĕр кашта çине орлă хонăран калаççĕ. Орлă сак айне япаласам лартаççĕ, çорконне-кĕрконне оммасам, сохансам хăваççĕ, толтараççĕ.

тăрăх сак

длинная широкая лавка вдоль стены избы или широкая скамья, которая постоянно стоит вдоль стены вместо лавки. Якейк. Тăрăх сака пĕр хăмаран анчах тăваççĕ, ăна пӳрт пĕренине тăрăх хураççĕ.

сак милки

(-ги), метелка из мочала для опахивания пыли с нар, иногда для этого употребляется веник. КС Ст. Яха-к. Эй, хуçа килте-и? Çапла-çапла çӳретпĕр, авалхи йăлана парахмастпăр, çĕнĕрен йăла кăлармастпăр. Турчки çине мĕн утланат? Сак милки çине мĕн утланат? Таракана мĕн çиет? Хăнкăлана мĕн çиет? Вуник кукăль, пĕр чĕрес сăра. (Приговорка, когда просятся в избу во время „сĕрен“ его исполнители).

сакань

(саган’), подполье. Б. Олг., Чертаг; Пшкрт: саҕан’, саҕан’а, саҕан’џа. Курм. Пирĕн саканĕ алăкне уçăп та, сакăрвон салтак сиксе тохĕ. (Сорăх сысни). Синерь. Унтан хай хуçа хĕрĕ çĕн калуш тăхăнчĕ те, кайлах сакане кĕрсе карĕ. Салтак хăй курăнман калпака тăхăнса хуçа хĕрĕ хыççăн ылтăн кӳпӳре карĕ. Ib. Хай çынсам сакань алăк патне пынă та, халтăртаттара пуçланă. КАХ. Юлашкине (кашу) пĕр пĕчĕк чĕрес çине тултарса сакане кĕртсе çакаççĕ. Абыз. Сакане шăнкăртăм (юркнул). Яргуньк. Сакань витĕр çар йртĕ. (Пулă). Лобашк. Сакань айĕн çар иртет. (Пулăсем).

сакăлта

(сагы̆лда), уступ, образованный в почве; ухаб, обрыв. Яргуньк. Зап. ВНО. Сакăлта, уступ; уступчатый. Ib. Сакăлтана пыриччен, сакăр çулпа пымалла. Т. II. Загадки. Сак, сак, сакăлта, савăрвунă сакăлта. В Хорачка: сагы̆лдак. Сред. Юм. Сакăлта тесе çôл çинчн пĕчикрех лакăма калаççĕ. (Небольшая впадина на дороге). Торп-к. † Сакăрвоннă сакăлта, сакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса утми турăмăр. С. Тим. Сак, сак, сакăлта, сакăрвунă сакăлта, (Пусма). Сĕт-к. † Тăхăрвоннă тухури, сакăрвоннă сакăлти, сакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр. N. Малтан тӳрем çĕр, унтан тӳрех сакăлта (обрыв). N. Çĕнĕ çуна, сăрлă ӳрече, сакалтана сикмин — лайăхчĕ. Сам. 71. Сакăлта çыр хĕрринче, тăмлă, хытă çĕр çинче курнăччĕ эп пĕр чечек. Тюрл. Çорконне шыв çорса кайнă та, сакăлта полнă (обрыв). || Углубление в реке. СПВВ. Х. Сакăлта; шывра пĕр тĕлте пĕр пĕчикçĕ кăна тарăн тĕле сакăлта теççĕ. Ст. Чек. Сакăлта = авăр. Буин. Шывра тăнă чух манăн урасем пĕр сакăлтана анчĕç кайрĕç (провалились в углубление). См. сакăлтак, санкăлта.

сакăрвун

восемьдесят. Форма эта употребляется как опред. Ирч-к. Сакăрвон, восемьдесят. (Здесь употребл. изолированно). Завражн. Арăккасси Арçынкка Кĕркори кăвак та тăвать, симĕс те тăвать, сарă та тăвать, порнет (= порне те) тăвать; сакăрвон çолхи карчăка вон çичĕ çолхи хĕр тăвать. („Арçынкка Кĕркори“ был красильщик холста; эти слова он говорил о себе, — вероятно, когда собирал холсты в окраску). Тайба-Т. Сакăрвун пĕрмĕш. Орау. Сакăрвун пĕрĕмĕш. К.-Кушки. Сакăрвун саккăршер тенкĕ. Ib. Сакăрвун тăххăршер тенкĕ. КС. Сакăрвун пĕр (самостоят.).

сакăрвунă

восемьдесят. Употребляется как опред. Тайба-Т. Сакăрвунă пĕр, восемьдесят один. (Употребляется и самостоятельно). Рак. Сакăрвунă пĕрмĕш иккĕ. Кĕвĕсем. Сакăрвунă сакăр юррăм пур, сарă сак çине сарса суйларăм.

саккас

заказ (русск.). СТИК. Кан. Пĕр-ик япала çеç, Мускава саккас панăскерсем, килеймен. || На заказ; заказной, сделанный на заказ. Сред. Юм. Атă саккас тутартăм. Сшил сапоги на заказ. Чураль-к. † Саккас тунă сăран атти, тутариччен — тутарас, тутарсассăн — кирлĕ мар. || Заказ, заповедная роща. Ск. и пред. 44. Ĕнер саккасран çавă пушăтпа çĕрле килнине куртăм эпĕ, тет. ЧП. Саккас хĕрринче сарă çеçке. || Назв. поля (прежде был лес). Цив.

саккаслат

отдавать на заказ. Бижб. † Саккаслатса атă çĕлетрĕм пĕр калăм кун тăхăнасшăн. Тим. † Саккаслатса çӳçме кастартăм лавкари йĕс тура кăмăлĕшĕн.

саккускă

закуска, гостинец (русск.). СТИК. Синьял. † Пурçăн тутăр путаркă (подарок), шур пĕреник саккускă. Сĕт-к. † Порçăн тоттăр потарккă, шор премĕк саккускă. Чуратч. Ц. Ваçкă эрекне парса янă: саккуски çок, тесе калать, тет. Юрк. † Чипер хĕрсем хыççăн çӳре-çӳре, пĕр кĕсе саккускăма (гостинцы) пĕтертĕм.

саккăр

восемь. СТИК. Саккăрăн çапнă пек çапаççĕ. Молотят очень дружно, легко, как восьмеро. Охотников. † Самара кайрăм саккăрпа, атте-анне кăмăлне хăвармарăм. Я ездил в Самару на восьми подводах, но не обманул надежд отца и матери. Ст. Чек. Куçĕ саккăр сăват, хăй çынсемпе калаçат, иртен-çӳрене курат, пӳртре мĕн пуррине те пурне те курат; вăл хăй калаçат та, унăн куçĕ саккăр сăват. Янтик. Çĕр валеçнĕ чухне, çаран-мĕн валеçнĕ чухне саккăршар ятăн (по восьми душ) пĕрлешеççĕ. Кашни саккăрăн хăйсен паллă пур: хăшин пĕкĕ; ăсем ăна пĕр-пĕр йăвăç татти çине касса тăваççĕ; вара çав палла ăсем акакан анасем çине те тăваççĕ; анисене çав паллă тăрăх тупаççĕ. Пĕрле саккăр пулнă çынсем пĕр-пĕрне: пирĕн саккăр, теççĕ. П. Пинер. Чее çыннăн куçĕ саккăр сават. (Послов.). N. Пирте ыраш та, çур тырри те саккăртан ытла лармаст. (Теçеттинере сакăр урапа пулат, ытла мар).

сала вырăсĕ

сала вырĕс, житель русского селения. Г. А. Отрыв. Сала вырăссам та пĕр лаша панă (в жертву на моленье), терĕç. КС. Сала вырăсĕ, жители дер. Кольцовки и Зеленовки, Вурнарск. р. Тораево. Сала вырĕс — сарă вырăс, ӳпне выртса астарать. (Мăйăр хуппи).

сала-кайăк

воробей. Шибач. (Вин. п. сала-кайăка). N. Лос-лос-лос (КС. лăс-лăс-лăс) çуат сала-кайăк пак йор. ФТТ. Пӳрте сала-кайăк кĕрсен, çав пӳртрен тепĕр çулччен кам та пулин вилет. Ib. Сала-кайăк утнине курнă çын вилет. Орау. Сала-кайăк юр çинчен сиксе кайнă пек туса каятпăр... шăрши йĕрри пек. Сĕт-к. Айвин ташши — сала-кайăк ташши. (Восклицание на. свадьбе). СПВВ. КМ. Сала кайăкĕ = çерçи. Вомбу-к. Сала-кайăк (ялти çерçи). Ачасем çиеççĕ. П. И. Орл. Сала-кайăксен пĕр вăхăтра халăх пуху пулнă, тет, çанталăка мĕлле: сивĕ-и, ăшă-и, çăмăр ай юр çутармалли çинчен шут тума. Çав халăх (сала-кайăк) пуху çине пĕр хурчка пынă та, пĕрне тытах карĕ, тит. Вара пуху çинчисем, пĕр-пĕринчен: кам çук, кам çук, тесе ыйтрĕçĕ, тит; вара пĕри: пирĕн кӳрĕшри Яптăк Çтаппанĕ çук, вăл паçăр çакăнта, алăк патĕнчех ларатьчĕ, çавна илсе карĕ пулас вăл хурчка йысна, — терĕ, тит. Вара пуху çинчискер пĕри: чухах-ха вăл Çтаппана, вăл яланах халăх çинче хăех çĕнтерсе калаçать, терĕ, тит, вара ыттисем те, карах: пĕр Çтаппаншăн ничава, ӳлĕмрен варнерех лар, терĕç, тит те, халăх пуху те саланчĕ, тит. Çапла вара, сала-кайăксен пуху пухни, çанталăка мĕлле тăратасси çинчен шут тăвасси те пулман, пĕр Яптăк Çтаппанне хурчка йыçнана тыттарса яма пухни анчах пулнă. Çавăнтан вара, сала-кайăксем пухăнса чакăлтатаççĕ пулсан, ватăсем: çанталăк пăсăлать, тиççĕ. Чакăлтатнă чух аялтан çӳлеле хăпараççĕ пулсан — сивĕтет, çӳлтен аялала анаççĕ пулсан — ăшăтать, тиççĕ. N. Кантăр ани çине сала-кайăксем пĕтересрен çын мĕлки туса лартаççĕ. См. çерçи.

салам-алеккăм

слова, которыми начинается приветствие. (Араб. ас-салăму алӓjкӳм, мир вам!). N. Ку кĕрет тет те: е, салам-алеккăм, асанне, темĕн пулсан, пĕр хыпăттăм, пĕр çăтăттăм, тесе калать, тет.

салам пар

приветствовать. Альш. Çул çинче ват çын мĕн тĕл пулсан, ăна куракана пĕрне салам парат, çăкăнат (присядает, делает реверанс). Ib. Салам парат, теççĕ çавна чăвашсем. Шел. 22. Кĕрсен, çĕлĕк силлесе кĕрӳ салам паратьчĕ. СПВВ. † Кĕрекере ларнă ватăсене салам парса тухам-и? ДФФ. Çамрăк хĕрарăмсем (кинĕсем) ваттисене (хуняшшĕпе хунямăшне) пуççапса салам паратьчĕç (в пер-вый день мункун'а). Туй. Татах салам парат кĕрт-сурта, хăрах урипе чăркуççине лара-лара виç хутчин. Пис. Çĕнĕ çын (молодушка) вĕсене салам парса ĕлкĕреймесен, тăкаççĕ те вĕсем. Юрк. Хăй (мăн-кĕрнӳкерĕ) малтан кĕрет те, хăтăшне-тăхлачăшне салам парат. Янш.-Норв. Туй халăхĕсене апат çитерсе пĕтерсен, çĕн-çынна (молодушку) салам пама илсе каяççĕ. Ăна акă мĕнле илсе каяççĕ: унта пуринчен ытла вĕт-шак питĕ нумай пухăнать: хĕрсем, арçын ачасем пухăнаççĕ. Пĕр хĕр çăл хĕрне кĕвентепе икĕ витре илсе анать. Унăн хыçĕнчен çĕн-çын та, тата ытти ача-пăчасем те анаççĕ. Çăл хĕрринче леш хĕр шыв ăсать те, çĕн-çынна çĕклеттерет. Вăт ĕнтĕ киле тавăрăннă чухне ачасем çĕн-çынна сырăнса илеççĕ те: салам пар та, салам пар! тесе кăшкăрса тăраççĕ; çĕн-çынна малалла ниепле те уттармаççĕ, çĕн-çын вара лăп-лăп лапчăнать. Çапла ăна ачасем пӳле-пӳле киле çитеччен виç-тăват хут лапчăнтараççĕ. Çавна салам пани теççĕ. См. Магн. М. 205. Орау. Туй пулсан тепĕр куннĕ упăшки хурăнташĕсене кĕçĕн-çын (молодушка) парне парать, çавна салам панă кун теççĕ. N. Салам панă кун („молодушка на другой день свадьбы у печки делает печке реверанс“).

салан

разбиться. Артюшк. Çĕлен ӳксе салайса каят та, вилет вара вăл. Яргуньк. Пурçăн тĕвви пулăттăмччĕ, хĕрсен хумĕн (= хĕвĕнчен) тухмăттăмччĕ, салтак пултăм — салантăм, куçран ӳкрĕм — çухалтăм. N. Ăна хĕçпе кассан, хĕç саланса каять. N. Çав чул çине ӳкекен саланса кайĕ. N. Халăх пички шыв турттарнă çĕртех ишĕлсе анчĕ, тĕнĕлĕ хуçăк, ураписем саланнă. Ст. Шаймурз. Старик кăмакана хума хушнă. Ача хунă. Унтан: илсе пар, ачам, тенĕ; вăл илсе панă, вара ачана вырттарса виççĕ кăна пенĕ, кашни пемессерен саланса кайнă. || Расходиться. N. Килĕсене саланаççĕ. Они расходятся по домам. N. Киле саланма вăхăт çитет. М. Сунч. Çак юрра юрласа пĕтерсессĕн, киле саланаççĕ вара. Ягутли. Хĕвел ансан тин саланса пĕтеççĕ (окончательно расходятся). Юрк. Пирвайхи çула пĕр пин нумĕрĕ салансан (разойдется) пит те аванччĕ. || Распускаться. || Разрываться (о снаряде). || Рассеиваться, разбрасываться. Орау. Вăсем саланса (или: саланса-туса) пурăнмаççĕ, пĕр çĕре пуçтарăнса пĕрле пурăнаççĕ, Они живут не разбросанно, а в куче. || Разбежаться (о глазах). Ашшĕ-амăшне. Куçĕсем саланса кайнă, алли хĕрĕ пуçĕ çинчен шуса анса хытса кайнă (у умершего). Б. Олг. Эх, япаласам лайăх лапкара пăхса, коç саланса карĕ, тет. Орау. Ман тĕр тунă чухне куç пĕтĕмпех саланса каять. Ib. Çуркунне тултан пӳрте кĕрсен вара, темме пĕтĕмпе куç-пуç саланса каять. Ст. Чек. Саланнă куç (ӳссĕр çыннăн). || Расползаться. N. Пыйтăсем пĕтĕм тумтир тăрăх саланаççĕ. Вши расползаются по всему платью. || Разлететься. Б. Хирлепы. Хурăн çинчи хур хурчки хурсам çине саланать. (Ястребов несколько, и они разлетаются по гусям). || Разноситься, износиться. Якейк. Çăпата пĕтĕмпех саланса карĕ (совсем не годится носить). Ib. † Порçăн тоттăр эпĕр полсаччĕ, хĕр пуçĕнче çӳресеччĕ, саланса ӳкессĕн туйăнсаччĕ, кăçалхи çолах саланса ӳкрĕ. || Раздеваться. Перев. || Разоряться. Собр. Кимĕ яракан хуçа та саланать, теççĕ. (Послов.). || Начинать болтать всякую чушь. Орау. Кăшт ĕçсен (или: пуçне пырсан), саланать вара ку старик: тем те калаçать, аван мар апла.

саланчăк

(саланџ̌ы̆к), разбросанный, далеко друг от друга находящийся. Самар. † Эпир тăвансемпе пит саланчăк, хăçан пулайпăр-ши пĕр çĕре. || Отколки, лом, части разбитой вещи. Пшкрт. Печке саланса кайсан, выртса çӳрекен хăмасаня печке саланчăкă теччĕ. || Неряха, неряшливый. Якейк. Он пак саланчăк çын çок. Ядр. † Тавай пичи хĕр пăхас: те хурине пăхайпăр, те саррине пăхайпăр; сарри ытла саланчăк, хори ытла хороший. Ах пичи, апла мар, каска урлă каçас мар. Пшкрт. Саланчăк! выртса çӳретĕн килти хырăçсаня (скарб?) покмастăн. || В разбивку, рассеянно. Н. Карм. Кĕтӳ пит саланчăк (рассеянно). СТИК. Куçĕ саланса каять (или: ухмах çыннăннĕ пек саланчăк куçлă, ненормальные, какие-то странно рассеянные глаза). Шибач. Саланчăк — саланса порăнать. N. Вă (= вăл) ванчăк, кă (= ку) саланчăк. || Место, состоящее из нескольких полян. Мыслец. || Назв. Урочища. НАК. Саланчăкри киремет. См. кăмаша.

салат

разбить. N. Çав капкăн унăн урине пĕтĕмпе салатсах пăрахрĕ, тет. || Распустить (волосы). ЧС. Çӳçне-пуçне пĕтĕмпе салатса ячĕ (старуха-йомзя). || Развертывать, развязывать. Цив. Кукша аллинчи тутăрне салатса пăхнă. Толст. Марйе витрисене лартнă та, кипкине (пеленки) салата пуçланă. Н. Шинкусы. Тутăра салатса (развязав) пăхрĕ те, ăшăнчен вăтăр пилĕклĕ (вунă пуслăх) тенки тухрĕ. Бур. Çул çинче ăна хай разбойниксем тĕл пулнă та, каланă: салат лавăсене, атту вĕлерĕтпĕр, тенĕ. || N. Чӳлмек ăлавне салатса кăтарт халĕ мана. || Раздавать, разносить. Изамб. Т. Çук, çук. Нумай салатрăм. Параймастăп. N. Кашни каç писме салатаççĕ. Ман пор-ши? тесе кĕтсе тăратпăр. Шурăм-п. Хуçа укçа илсе килчĕ те, салата пуçларĕ. N. Вăрлăх валли тырă салатнă (раздавал). N. Хула тăрăх çыру салатса çӳрет (разносит). || Распродавать. N. Илекен çуккипе çур хакпах салатать. || Разобрать. Букв. 1904. Пĕрре çапла атте пĕр сехете илсе салатса тăкрĕ те, тӳрлете пуçларĕ. N. Пĕр вĕллине уçса салатса тăкнă. N. Хамăр çапах патрон ешчĕкĕсене салататпăр, патрон çитмĕ, тесе. N. Унта виççĕн-тăваттăн пулса пуртăсемпе пĕр кĕлет салатса тăкрăмăр. || Раскидывать. || Рассеивать. Чума. Куçĕсене салатса пăхса ларнă. Ск. и пред. 28. Куçĕ харшине салатса ярса. || Рассылать. Альш. Пире вырăна салата пуçларĕç (рассылать, распределять по учительским местам) БАБ. Çав пуçлăх (т. е. киремет пуçлăхĕ) килсе вырăнаçсассăнах пире (пĕчек киремет пуçлăхĕсене) пурне те вырăн тупса салатса пĕтерчĕ. || Распространять. N. Вара хăйсемпе илсе килнĕ чире яла салатаççĕ. N. Растратить; разорить. N. Ăна укçа салатнăшăн сут турĕç. Его судили за растрату денег. Орау. Ачисем апла тĕплĕ пулимарĕç, килне-çуртне салатрĕç (разорились: или распродали, иди пропили и т. п.). N. Порнăçа салатса пĕтерет поль. N. Салатакан (-даган), расточительный; расточитель.

салат пăтти

барда. Изамб. Т. Ăсла юхтарсан юлат, ăна салат пăтти теççĕ. Ăна выльăхсене параççĕ. Ходар. Çав сăра вуттинчен пулнă кĕле пĕр-пĕр вĕрентнĕ карта кĕтессине кайса тăкаççĕ. Салат пăттине те сĕре (зря) выльăха çитармаççĕ, чук тума юракан выльăхсене анчах çитараççĕ.

салук

салок, залог. В. Олг. Салок хорса. Якейк. Икĕ çын пĕр-пĕр япала çинчен талашнă чох пĕр-пĕр япала салока хораççĕ; çĕнтерекенни вара çав салока илет. Ала 10. Ватă хуçанăн пулнă чул магазин, вăл уна салука хунă.

салма

салма. Моркар. Салмана ясмăк çăнăхĕнчен тăваççĕ, тата квас салми полать. Сред. Юм. Салмана, йăваласа туса, çĕçĕпе касса тăваççĕ. Ib. Татнă салма, йăпăлти салми, кашăк салми (разные виды салмы). Юрк. Салмасене пирĕн чăвашсем виç-тăват тĕрлĕ тăваççĕ: каснă салмасем, йăпăлти салмисем, татнă салмисем. Салмасене пурне те çăнăхран тăваççĕ: пăрçа çăнăхĕ çине пăртак ыраш çăнăхĕ хутăштараççĕ. Хăш чухне ыраш çăнăхĕ вырăнне тулă çăнăхĕ е пăри çăнăхĕ. Çăнăха шывпа хутăштрса çăраççĕ, тутлă чуста тăваççĕ. Ăна, тата-тата илсе, унаççĕ. Унаçĕсене çĕçĕпе касаççĕ, йăвача пек туса. Ăна каснă салма теççĕ. Хуранти шыв вĕреме кĕрсен, салма яраççĕ. Салми пиçсен, ăна юрма ярса, пăрăç ярса çиеççĕ. Йăпăлти салми чустине малтан йĕтĕрпе пусса сараççĕ, хут пек тикĕс те çӳхе тăваççĕ. Ăна кайран, çине-çине хутласа хурсан, çĕçепе касса вĕтчеççĕ тураççĕ. Лапша пулат. Ăна вара, хуранти шыв вĕреме кĕрсен, хурана ярса пĕçерсе çиеççĕ. Татнă салмана каснă салмапа пĕрех тăваççĕ, анчах унаçне çĕçĕпе касмаççĕ, хĕрарăмсем пӳрнисемпе татса илсе, ывçă тупанĕ çинче çăмах тăваççĕ; кăшт çăтма çăмăлтарах пултăр тесе, çаврака тăваççĕ. Пĕр тиркĕ çăмах тусан, ăна вара, хуранти шывĕ вĕреме кĕрсен, тăвар калаттарнă шыва салмине яраççĕ те, пĕçереççĕ. Салмана хăш чухне ашпа та пĕçереççĕ. Хăш чухне тата паранкă та тураса яраççĕ. Хăш чухне тата, çула пула пуçласан, пултăран ĕлкĕрсен, ешĕл пултăран та тураса яраççĕ... Салма чăвашăн чи юратнă яшки.

салтса ил

отвязать, развязать. Якейк. Çакăннă çынна виличчен петлĕрен салтса илчĕç. ЧП. Унтан йăвантарнă чухне çыхнă тилкепине салтса илсе, çав тилкепипех тепĕр хут тăватă урине пĕр çĕре çыхса хучĕç.

салтак

(салдак), солдат. Изамб. Т. Эс салтак-и? Ты солдат? Ib. Салтака лекекен ачасем куçне çыхса хапхаран тухаççĕ. Регули 575. Эс салтак полăттăнччĕ, сана илмĕç. К.-Кушки. Салтаксем хутлăхĕсене пĕр тикĕс илсе пыраççĕ. Солдаты идут на ровном расстоянии один от другого. Никит. Салтака мĕне тохса кайнă чухне каякан çынни çăкăр сăмси касса илет те, çурмаран уйăрат; çуррине çисе ярат, çуррине амăшне парат. Амăшĕ тата каякан ачи кăсинчен вăрттăн окçа кăларса илет. Вара çав çăкăр сăмси юлăшкине, ачи кайсассăн, кĕлете çип çине çакса ярат. Çăкăри çине хăй вăрттăн кăларса илнĕ укçана хурат. Вара кайнă ачи чирлесессĕн, çав укçа хуралса тăрат; чирлемесессĕн — çуттипех выртат, тет. Ачи вилсессĕн, çав çип çине çакнă çăкăр сăмсипе укçа хытă сулланма тапратаççĕ, тет. Н. Карм. Пĕр ывăлĕ салтакра халĕ. Б. Олг. Кăçал ман ачая чĕнеччĕ салтака, шăпа тохат; ачая манне исерчĕç (= илсе ячĕç), çӳç касрĕç, ман ача салтака карĕ. N. Салтакран юлчĕ-ха. N. Пĕчĕккĕлле салтак ĕçне вĕрентнипе вĕсем салтак пуласран пирĕн пек хăрамаççĕ. Ядр. Кам салтакра пурăннă, кама чĕнмелле, кам салтакран юлнă, мĕн-ма юлнă. Якейк. † Эпĕр салтак (вм. салтака) кайнăшăн, ялти яшă хĕпĕртет. Тораево. † Эпир салтак кайнăшăн, пур ял-йыш хĕпĕртет. Турх. Вуникĕ салтакăн пĕр качака ăсĕ чул (вар. чухлĕ) анчах, теççĕ (или: тет. Старая послов.). Изванк. Кăркунне, салтаксене чĕнес вăхăт çитерехпе... Ib. Çак ача халĕ кăркунне салтака каймалла. Орау. Салтак патне çите пуçланă ялти çамрăксем (к 21-летнему возрасту). Юрк. Тархасшăн мана салтакран кăларăр (освободите), эпĕ чирлĕ çын. N. Тата салтак ячĕ тохат çичĕ ачан. Баран. 206. Тĕп-тĕрĕс 25 çул салтакра çӳренĕ (служили). Байгул. Манăн атте Николаевский салтак пулнă. Вăл салтакра вунпилĕк çул пурăннă. N. Салтаксене солăнтарат ĕçпех ĕнтĕ ку патша самани. N. Пĕре кĕрсе юлчĕ салтакран. N. † Салтак нуштине кораччен, килте питĕ начар çын йытти полас полать. (Солд. п.). N. Этемĕн салтака килеччен çуралманни аван. (Из солд. письма). N. Салтак кунĕ пит лайăх мар. Юрк. † Салтак тесе каласан, чĕререн çĕçĕпе каснă пек. (Солд. п.). Чебокс. † Салтак ятне илтесси — пасар кулаç çини мар. Шибач. † Салтак каять, салтак килет, эпĕр кайсассăн килес çок. Сĕт-к. † Ялăм-йышăм янтал пакчĕ, ятарласа çӳрес чох, салтак турĕç — мĕн тăвас? Ядр. † Вăлта хулли кĕлеткемччĕ, салтак кĕлетки пулминччĕ, салтак пăшалĕ йăтминччĕ. || Отбывший службу. ЧС. Якур салтак. || Валет (в картах). Тиханьк. СТИК. Кирпĕч, хĕрес, курак, виннăй салтак. Валет бубновый, трефовый и пр.

салхулан

опечалиться, стать печальным, скучным, унылым. N. Эпир пит салхуланса, çиленсе карăмăр. N. Малти пичче кăна курсан, салхуланса калла чакнă. Хир-б. Тапратăрĕ усал сывлăш хăвачĕпе алăкăн-тĕпелĕн утма, çын салхуланса карĕ. Альш. Çак пĕр-ик кунтанпа темĕскер пулчĕ-ха, пĕтĕмпех сăлхуланса карĕ (невеселый, о ребенке), Шел. П. 51. Хир илемĕ çухалчĕ, салхуланчĕ вăрман та. Кн. для чт. 62. Ĕлĕк савăнса анчах çӳрекенскер, халĕ пĕтĕмпех салхуланнă. Рак. Сывмар çынна: эй, салхуланнă-çке, теççĕ.

самай

самый (русск.). Шемшер. † Ирпе тăтăм, пите çурăм, турра пуççапрăм, карăм вăрмана, тарăн çырмана, татрăм çырлине самай хĕрлине, илтĕм арăмне самай хитрине. || Довольно много, порядочно. ТХКА. Шăллăм çырма-вулама самаях вĕреннĕччĕ. Ск. и пред. 107. Хĕвел хыççăн куçакан уйăх самай çĕкленсен, тухать вĕçме вĕри-çĕлен. N. Йот патша халăхне самай илкелерĕç (в плен). Эпир çур. çĕршыв 25. Сарă яль чăвашĕсем самай тĕреклĕ пуранаççĕ, çӳрессе те капăр çӳреççĕ. Кан. Унта вăл самаях ĕçлерĕ. Сунт. Паян чăпта самай леçрĕç-и? — Леçкелерĕç самай. Сам. 28. Ун чух эсĕ ху та улшăнăн нумай, сăнă-сăпату юсанĕ самай. ЧС. Тата унта самай йĕкĕтсем пĕр-пĕринпе тавлашса чупаççĕ. N. Кунсем самай вăрăмланчĕç, çĕрсем кĕскелчĕç. N. Самай йывăр. || Часто. N. Онпа самай корса поплекенччĕ, халĕ ĕнтĕ вă (= вăл, у) та çок. || Очень. Микушк. Витере самай мăнтăр ăйăр çисе тăрать, тет. СТИК. Пасара карăм та, çуна пăхрăм. Çуна темĕн чухлĕ. Суйларăм, суйларăм та, самай лайăххине суйласа илтĕм (выбрал наилучшие, самые хорошие). || Как раз, точь-в-точь, в самый раз. Альш. -† И, кĕрӳшĕ, кĕрӳшĕ: самай ĕне пăрушĕ!.. (Насмешка). Тогаево. Ончен те полмин, сасартăк пăшал сасси самай пирĕн тĕлтрех илтĕнсе карĕ. Сĕт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ib. Текерле çонаттисампа вăш-вăш, вăш-вăш! туса вĕçсе пырать те, самай пуç тĕлне çитсен, тĕвик! тесе кăçкăрать. Орау. Самай та ашшех çав. Точь-в-точь отец. Яктик. † Пахчи, пахчи панулми, чи тăрринчи сар улми, самай татас тенĕ чух ыткăнайрĕ-каяйрĕ. Байгул. † Вĕт-вĕт чĕнтĕр, вĕт чĕнтĕр; вĕтĕ те пулин самаях. КС. Самай та упăтех çав. Настоящая обезьяна. Сĕт-к. Пирн Улюн самай ыраш вырма пуçланă чох холсăр полса. Пазух. Хура вăрмана тарса кĕтĕм, самай çулçă тăкнă чух. Çуралнă иккен эпĕ аннерен, самай телей пĕтнĕ чух. || Сносно. Тюрл. Матка порри самаях (сносно), матка çокки кичем пек (сиротливо). Микушк. † Ик аллăра патăм ик панулми, кăмăлăра самай пули, тесе. N. Пĕр шухăшласан, çапах вĕсенчен самайтарах пурăнаççĕ (живут лучше). || Облегчение, улучшение (напр., в болезни). Кореньк. Куç самаййи сисĕнмес. Не видно, чтобы глаза поправлялись. N. Людмила куçĕ пăртак самай, тесен, питĕ хĕпĕртерĕм. Ст. Яха-к. Туманнине те туса пăхрăмăр, çаплах кил-çуртра самай еннелле каймаçт, терĕç. N. Çавăн пек тусан, пăртак самаййине курать те, çынсене кайса калать. Хора-к. Эпĕ асапланнине те вăрман илтрĕ, сассине пачĕ, самая килчĕ. Шинер-п. Çавăнтах вăл ак мĕн шухшланă: çав шантала илсе тухса каяс-ха ĕнтĕ, мана вăл та самаях пулĕ-ха, тенĕ. N. Çав çын вара, ыйăхран вăрансанах, самай енне кайнă. N. Куçĕ кăшт самай пулсан (полегчать)... ЧС. Эпĕ аннене яланах: самай-и? тесе ытаттăм. Ман анне самай пулма мар, йывăртан йывăр пулат, пĕр пилĕк кунтан тăрса та ларайми пулчĕ. Ib. Тете патне аттесем, аннесем чун чăтман пирки кашни кун кайнă пекех: кайса, самайне, самай марне пĕлсе килетчĕç (т. е. справлялись о его здоровьи). БАБ. Муш (= может быть) самайрах пулнă та пулĕччĕ-и тен (мне в больнице). Ялти çынсем мĕн курни-пĕри: ачăна унта вилме анчах леçсе пăрахнă. Унта вĕтĕ ун пек тӳрленмелле мар, чирлĕ çынна юри имçампа вĕлереççĕ, тет, тетчĕçĕ, тет. Ib. Пуçу самай-и? А легче что ли голове-то? Ib. Виçĕ кунта иртрĕ эпĕ чирлени, ман пуç çапах самай мар. О сохр. здор. Эмел ĕçсе пурăнсан, чире пĕтĕмпех тӳрлетмесен те, вăл ăна кăшт та пулин самай тăвать.

саман

время (обстоятельства), период времени. Пшкрт. Мĕнле саман килет — незнай, каласа та итлемесчĕ. Кильд. Авă, халь шыв ăсма ятăм та, халĕ мĕн саман çитрĕ, ачуна пĕре те ятламастăн час килменшĕн, тет. || Миг, момент. Истор. Пĕр саманра карташне темĕн чухлĕ çын пырса тулнă. Хăр. Паль. 31. Пĕр саман та пулсан тытăнса тăтăрччĕ. Янш.-Норв. Лешĕ нимне пĕлмесĕр пĕр самантах çывăрса каять, тет. См. след. сл.

самана

время (обстоятельства), период времени, период жизни; порядок, положение вещей. Капк. Самани ахалех (и так) хуран пек вĕрет (в период гражданской войны). Буин. † Саманасем (обстоятельства, положение вещей и пр.) йывăр, пуçсем çамрăк, эпир йĕменнине кам йĕтĕр. N. Самана пуçнелле кайрĕ. N. Самани çавăнта юлчĕ ĕнтĕ. N. Самана йăтăнса анчĕ (в период гражд. войны). Ачач 91. Самани урмăшнипе пулĕ ку. Богдашк. Çавăнпа чăваш арăмĕсем: юлашки самана пулĕ, теççĕ. Шел. 39. Эх, авалхи самани! çăтмахри пек тăтăмăр. Букв. 1904. Иштеркелесе тухрăм çаксем патнелле, пăхатăп — çул тап-такăр! ак саману! шăлса лартас йĕрки асра та çук! ГТТ. Хăйне уйрăм самана йăли. Календ. 1911. Çавăнпа эпир вырăс халăхĕ ĕлĕкхи саманара епле кун курнине малтан пĕлер. КС. Самана улшăнни, перемена порядков. Ib. Саманине хирĕç, согласно тогдашним обстоятельствам. Ib. Чи малтан чăваш ятне эпир вăта çĕрти самана пĕтнĕ вăхăтра тин пĕлтĕмĕр. || Миг. Рукоп. Календ. Прокоп. Хатĕр карас парсан, хурт ăна пĕр саманарах пыл тултарать.

самант

то же, что самана (искаженное слово вследствие своеобразного истолкования и анализа ф. местного пад. самантра. И.С. Степ. Самант? Ир. Сывл. З. Кăнтăр шăрăх халь тăрать, хаклă пирĕншĕн пĕр самант. Хастарлăх 24. Такамшăн та хаклă çак çутă самант. Кан. Юлташĕсемпе юлашки самант калаçать.

самантлăх

протяжение мига, момент. Кан. Хура тинĕс çийĕ çиçĕм çиçнипе пĕр самантлăха кăн-кăвакăн, çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ.

самантра

в один миг, быстро то же, что саманта, (местный пад. от саман). Букв. 1908. Эпĕ пĕр самантра çавăнта чупса çитрĕм те, йывăç çине хăпарса кайрăм. N. Пурне те пĕр самантрах чĕтреке тытса илет. N. Пĕр самантра чĕтреке — в один момент, Ал. цв. 17. Вăл манăн шухăшсене пурне те пĕлсе, пурне те çав самантрах туса тăрать.

самăнча

(самын'џ̌а), то же, что самантра, в один миг, момент. Булат. Эпĕ çăпатана пĕр самăнчех туса пăрахап (в один миг).

сана мар

, мана мар, ни в чью (букв. ни тебе, ни мне). N. Вăрçă вăрçаççĕ сана мар, мана мар, только çынна пĕтереççĕ, пĕр майлă шотларăм та...

сап

частица для образов. формы превосходной степени от прилаг. сарă, сарлака и некот. др. Баран. 161. Вăсем сап-сарлака çурăмлă, вăйлă, пит маттур çынсем. Якейк. Пиртен аялта сап-сар çанталăк пор, теççĕ (желтый подземный мир). Ib. Тоттăрĕ сап-сарă. ТХКА 86. Çимĕк умĕн, пĕр-икĕ кун малтан, сап-сарă уяр кун, кĕтĕве уйра питĕ лайăх салатса çитертĕмĕр те, выльăхсене Выл шывĕ хĕрне тапăра антарса вырттартăмăр. Яргуньк. Рак тумтирне хывса пуç айне хучĕ, тет те, кӳршĕ хĕрĕ çумĕнче сап-сарă каччă пулса выртрĕ (scr. вытăрĕ), тет.

сапалан

(-ба-), разбрасываться, рассеиваться, рассыпаться, посыпаться. Баран 7. Килчĕ, çитрĕ, сапаланчĕ, юман турачĕсене çакăнчĕ. Кан. Вăрман ялтан таçта аякра сапаланса выртнă. В. Олг., Б. Олг. Шу сапаланса йохат (широко разлившись и мелко). N. Пур инкек ман çине килчĕ, манăн аслăлăх çил пек вĕçсе сапаланса пĕтрĕ. Эльбарус. Эпир хăранă майĕпе, кашни харпăр хăй ĕни патне пырса, порте сапаланса ĕнесене хуса вăрмана тарма тытăнтăмăр. Дик. леб. 33. Елиса пĕр йывăç тĕмне аллипе перĕннĕ те, çутă хуртсем ун çинчен çăлтăр çунă пек курăк ăшне сапаланса аннă. Никит. Тумтирсем сапаланса выртмаççĕ (не в беспорядке). N. Турачĕсем сапаланса каясран кăшт йывăç тавра каркăчă тăваççĕ. N. Тĕлĕкĕ çапла пулнă: çăварĕнчен иçĕм-çырли йывăççи шатса тухса ӳснĕ те, унăн çырлисем сапаланса тăнă. Полтава. Утать хăйĕн шухăшпе сапаланса килелле („идет рассыпавшись домой“). N. Унта остяксемпе самоедсенĕн хӳшшисем анчах сапаланса лараççĕ.

сапаланчăк

(-џ̌ы̆к), разбросанный, рассыпанный; разбросанно. СПВВ. НН. Сред. Юм. Сôрăхсĕм пит сапаланчăк çӳреççĕ, кайса хăваласа пуçтарса килĕр-ха çавсĕне. Чăв. ялĕ. Анисем сапаланчăк, уй урлă уй выртать. Янтик. Ку кĕпесене ма пит сапаланчăк прахнă (разбросанно). Кан. Сапаланчăк выртакан анасене пĕр çĕререх пухса, вак-тĕвек анасене шултăралатмалла. || Брызги. Дик. леб. 41. Шыв сапаланчăкĕ вĕсене, çумăр çуса йĕпетнĕ пек, лачкам тунă. || Отрепья. Янтик. Ку кĕнеке сапаланчăкне (отрепья) кăçта исе каян эс?

сапкала

учащ. ф. от гл. сап. N. Унтан вара пĕр алă çаврăннă чухне кăна сапкаласа тăтăм. N. Чечексене кăшткăна сапкаларăм. Я чуть-чуть полил цветы.

сапкаланчăк

(-ζ'ы̆к), то же, что тăккаланчăк, отходы, остатки. СТИК. Чăх-чĕпĕ пĕр сапкаланчăкпах (тăккаланчăкпах) пурăнат, ăна пӳлмерен памастăн. N. Пирĕн чăхсем сапкаланчăкпах пурăнаççĕ.

сапак

(сабак), кисть ягод, черешок с ягодами. Альш. Щибач. Пĕр сапакне татса ил. Тюрл. Пилеш сапакки. N. Сапак, черешок, напр., у ягоды, черемухи (çупкăм — вся кисточка). Юрк. † Çĕмĕрт-йывăç сапакра, палан-йывăç чечекре. Хурамал. Сапак тесе пилешĕн пĕрчи ушкăнне калаççĕ. АПП. † Пилеш айĕнчен тухнă чух пилеш сапакки саланчĕ. Çутт. 145. Хурлăхан тĕммисем çинче çырла сапаккисем хĕп-хĕрлĕ пиçсе ларнă. Ала 62. † Хура шыв тăрăх çĕмĕртлĕх, сапакне тая лараçке. || Кисточка. Юрк. † Тăваткăл кӳме — сарă кӳме, тăватă кĕтессинче тăватă сапак. || Стручек. N. † Ешĕл сапак мĕшĕн, ай, ешĕл-ши, çамрăк ĕмĕр мĕшĕн те, ай, кĕске-ши. Бур. † Арпус чечек мĕшĕн шурă-ши, ешĕл сапак мĕшĕн ешĕл-ши? Тюрл. Сапак, стручек. Ib. Пăрçа сапакки. || Снизки. ЧП. Вуникĕ мерченĕн сапакки çук. Кĕвĕсем. Вуник пĕрчĕ мерчен сапакĕ çук. Янтик. † Сакăр пĕрчĕ мерчен сапаксăр, пирĕн çамрăк пуçсем телейсĕр. Кĕвĕсем. Симĕс сапак хушшине ӳпке-мерчен ан тирĕр. См. ӳпке-мерчен. || Назв. бус. К.-Теняк. Изамб. Т. Сапак, какое-то украшение. МПП. Сапак, зеленый камень или бусы (украшенне). N. † Йывăçран сапак туни çук, ырă тумтир çумне хуни çук. [См. саяк]. || Петля у пуговицы (и вся пуговица?). МД. † Аçалă-амалă ывăл-хĕр кĕмĕл тӳме сапакĕ. || Membrum virile. Елле. Сапакки ĕçлемест. Non surgit, quasi praemortuum jacet m. eius.— Observare solent Tschuvaschorum feminae virorum suorum gravi aliquo morbo laborantium inguina; quae si matutinis languida atque inertia iacere videriut, invitabilis mortis signum id esse arbitrantur. N. Сапак тесе пĕчĕк ачасен тӳммине калаççĕ.

сапаклăх

материал для сапак. N. † Пасар, пасар витĕр çӳрерĕм, пĕр сапаклăх мерчен тупмарăм. Юрк. † Пасартан пасара çӳрерĕм, пĕр сапаклăх чăн мерчен тупмарăм.

сапака

(сабага), кисть. Зап. ВНО. Çĕмĕрт сапаки пулать, пилеш сапаки пулать. N. Сапака, продолговатая кисть. Сред. Юм. Пилеш сапаки, çĕмĕрт сапаки. СПВВ. КЕ. Сапака = çупкăн; пĕр çеçкере темиçе çырла пулсан, çавна çупкăн теççĕ. СПВВ. ГЕ. Сапака; пилеш сапаки, çырла сапаки пулат; тата шăрçа сапаки пулат. Яргуньк. Çĕмĕрт сапаки, кисть черемухи. Слеп. † Вăрман виттĕр тохнă чох, пилеш сапаки çапăнчĕ, çампа хĕрлĕ полтăмăр. || ЧП. Ик сапака çырла. N. Иçĕм-çырли сапакинчен пиçмен çырлисем тăкăннă пек тăкĕ вăл хăй çырлине. Чеб. Халь сапакисемпех татар, кайран иртĕпĕр. Ст. Чек. Сапака — черешки, на которых держатся ягоды в кисти. Ib. Сапаки-мĕнĕпе татнă. Ib. Çырла аври, плодоножка соцветия; çырла сапаки, черешок отдельной ягодки. СТИК. Сапака, стебелек. Улма сапаки — черешок яблока; укçа сапаки — нить, которою прикрепляют монету для украшения. || Снизки. ЧП. Тарăн шыва кĕтĕм ăшăк тесе, мерчен сапакисем (снизки) пур, тесе. В. Буян. † Вуникĕ мерченĕн сапаки çук, пирĕн çамрăк пуçра телей çук. || Ст. Чек. Сапака — ушко монеты и пр. украшений. С. Тим. † Тăлăх-турат ывăл-хĕр — тăхлан тӳмме сапаки (то, чем придерживается пуговица, напр., у металлической пуговицы). N. Авалхи укçа — кив укçа, хăлхăрсене йывăр ан ярăр, сапакисем начар — чăтас çук. || Круглая красная пуговица с металлическим стержнем (на старом костюме). Тайба-Т. Сапака, шаровидная пуговица с петелкой. || Серьги. N. † Кĕмĕл сапака, ылтăн ярапа, яраймарăм сылтăм хăлхана. || Так называют penis у ребят, которые едва умеют ходить и говорить. Так, напр., говорят: сапаки пур-и? Янтик. См. сапак.

сапакалăх

материал для сапака. ЧП. Пĕр сапакалăх чăн мерчен.

сапанкă

то же, что сапак, сапака. Никит. † Мушар урам, аслă урам, икĕ айккипе пилешлĕх, пĕр сапанкине хуçмарăм, хуçнă ятне эп илтрĕм.

сапор

(-бор), забор (русск.). Пшкрт., В. Олг. Хора-к. † Чон, чон, яш чон, сапор орлă сиктертрĕ, пӳрт алкуне хăпартрĕ... Якейк. Сапор тесе пĕтĕм е варăнчен çорнă пĕренерен тытнă картая калаççĕ. Синерь. † Пирĕн атийăн çич ывăл, çич хут сапур ярсан та, пирĕн пĕр пуçа çăлас çук.

сапла

чинить, заплатить, пришить заплатку. Юрк. Кунне вăхăт пулмасан, каç ларса саплама та юрат пулĕ. Ib. Сапласа ывăнтăм, тетĕн, ху çаплах çĕтĕк кĕпе тăхăнтаратăн, вăл епле апла? Ib. Санăн кĕпӳсене сапла-сапла та ывăнтăм пулĕ. Якейк. Çăпатая саплаççĕ (= çăпатая хуçсан, ăна саплаççĕ). ||Заткнуть (дыру), заделать. Т. VI, 11. Сивĕ кĕрес шăтăксене саплама малтан хатĕрленĕ мăка (мох) турă умне хурса кĕлтăваççĕ. Бгтр. Вара аллине пылчăкпа сапларĕ, тет те, киле шыв ăсса кайрĕ (кĕçĕн çын), тет. N. † Уратине хуçсассăн, ăвăспала (осиной) саплăпăр. || Заплатить, возместить. Байгул. † Ай, аттеçĕм, аннеçĕм, ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр, салат-хăмлине саплас пуль. (Ĕçкĕ юрри). Ib. Тĕслĕрен машинăсем салатаççĕ, кайран сапламалла. Ib. Вăл хăйне хăй саплать. Оно само себя возмещает, „заплатывает“. Т. VI, 59. Çын анине, çаранне ан ĕмĕтлен, хăвăн юлин юлтăр, сана уншĕн турă амăшĕ саплĕ, тет. Пшкрт. Эпĕ ĕçнĕ-çинĕ вырăння сере торă саплатăр (гов. в гостях при выходе). Шибач. Окçа сапла, Регули 164. Ĕçленĕшĕн мана сапларĕ. Ib. Хăшĕ (кам) çĕмĕрчĕ, çав (вăл) саплĕ. || Наверстывать. Орау. Паян кăнтăрла çитичченех çывăртăм, ĕнер çывăрманччĕ те, ĕнерхине те сапларăм. || Покрыть (расход). ТММ. Выльăх сахаллисем, расхут саплама юрĕ тесе, ĕç шырама каяççĕ. Çам. Хр. Пĕр хуран (яшка) пĕçерсе сутсах расхутне сапласа 40 тенкĕ пулчĕ.

саплăк

заплатка. Чăв. й. пур. 5. Кĕрĕкĕ пулсан та, сăкманĕ пулсан та, кĕпи пулсан та — пурийĕн те саплăк çине саплăк çӳрет. Изамб. Т. Йинке, саплăк сапла пĕлетне? Трхбл. Саплăкĕ пур, çĕвви çук. (Ула ĕне). ТММ. Пĕр кĕпенĕн хĕрĕх саплăк. (Мунча чулĕ). Б. 13. Мĕскĕн саплăк çине саплăк лартать. Пшкрт. Саплăк ларт, сделать деревянную заделку в отверстие доски.

сарăл

(сары̆л), расширяться (в стороны), увеличиваться в обьеме. N. Ăшăпа пур япала та сарăлать. Хорачка. Сарăлса каять. Расширяется. || Разбухать, размокнуть. N. Алăк йĕпенсе сарăлнă — хупăнмасть. N. Йăвăç йĕпенсен сарăлать. || Расстилаться, распуститься. Пазух. Хăрантсуски тутăр, шурă çӳçе, сарăлайса ӳкрĕ шыв çине. || Разливаться. Аттик. Юр ирĕлнипе çырмасене шыв тулса сарăлса каять. N. Ванданкă таçта çитех сарăлса кайрĕ. || Расходиться. Кан. Сĕт тăмламĕ сарăлса каймасăр, çĕр пек, тĕпне анса ларать. || Распускаться (о листьях, цветах). N. † Уй варĕнчи олмаççи, çӳлчи сарлать, уй толать, уй илемне вăл кӳрет. С. Дун. † Хурăн çулçи сарă çулçă, сарăлчĕ-ӳкрĕ шыв çине. Толст. Пăртак тăрсан, улма йывăççисем чечеке ларчĕç, анчах чечекĕсем пурте сарăлнă-сарăлманах тăкăнчĕç. N. Акнă япаласем пĕр-икĕ эрнерен ӳссе сарăла пуçларĕç. N. Пахчара çамрăк йывăçсем те аван сарăлса кайнă. || Светить полным светом (о солнце). Никит. Хĕвел тухса сарăлсан... ТХКА 72. Хĕвел тухса сарăлчĕ, ăшăта пуçларĕ. КАХ. Ир хĕвел тухса сарăлсан... Ала 21. Хĕвел тухса сарăлсассăн, хайхи улпут Иван патне карап курма пырать. || Расходиться (о воротных столбах). N. Хапха юписем сарăлса кайнă. || Разьезжаться (о ногах). Орау. Ура сарăлса каять. || Раздуваться, объедаться, наслаждаться. Н. Лебеж. † Çиччĕр, çиччĕр — сарăлччăр, хырăмĕсем çурăлччăр. N. Чĕресси-чĕресси çĕр-çырли, çисе сарăлса (поесть досыта) пулмарĕ. Орау. Чей ĕçсе сарăлтăм пĕтĕмпех (хорошо распарился). КС. Апат çисан, хырăм латах сарăлса карĕ. ТХКА 55. Эсĕр халĕ сивĕре ăшă пӳртре ăшăнса, сарăлса ларас, эпĕр, уялли çынсем, шăнса вилес-и вара? N. † Сарă-кайăк сарăлни олăх выти ( = ути) çоличчен. || Распластаться, расплющиться. Баран. 56. Казаксенĕн ырă учĕсем, сарăлса (распластавшись), çӳлелле çĕкленсе, çĕлен пĕк тăсăлса çырма урлă вĕлт тăваççĕ. Якейк. Пĕре анчах чышкăпа сăмсаран çапрăм, патнех сарăлса анчĕ (или: сарăлса та анчĕ. Распластавшись, упал без чувств). || Широко раскинуться; широко расположиться, занимая большое место. Ск. и пред. 38. Сарăлса ларать (раскидисто) пĕр ватă юман. Ib. 53. Пысăк сĕтĕл умĕнче тăрать Петĕр сарăлса. Баран. 91. Кетĕвĕ-кĕтĕвĕпе выльăх-чĕрлĕх сарăлса çӳрет. Пазух. Тарăн-тарăн çырмара та хурĕ ларать сарăлса. Собр. † Вăрăм чăрăш тăрринче чăпар куксем авăтаççĕ: хамăр тăвансем килнĕ чухне сарла-сарла авăтаççĕ, çичĕ ютсем килнĕ чухне тĕршĕне-тĕршĕне авăтаççĕ. || Упариться (о каше), распариваться (о посуде). Юрк. Пăттисем хуран тĕпне ан лартăр, аван сарăлтăр, тесе, калекпе ялан пăтратах тăраççĕ. Трхбл. Йывăç савăт-сапа, вĕрилесен, сарăлать. || Быть в довольстве. Хурамал. Эпир çырă, эсир сарă, тăвансем, пурăнаяр пăртак сар улма пек сарăлса. О пьяницах. Ырă курса сарăлса пурăнатпăр (в довольстве). Аку 202. Пуян, юрăхсăр ĕçсем туса, сарăлса пурăннă. N. Сарăлса пурăнма юратаканни чĕрĕлех вилнĕ вăл. Юрк. Тăшмансене сарăлма ирĕк памăпăр. Баран. 18. Тинех вара ирĕк çĕрте пурăнăпăр сарăлса. N. Ĕмĕр иртнĕ пик туйнать, пĕр сарăлса пурăнмасăрах. || Развиваться физически. N. Ӳссе сарăлса çитнĕ. Доразвился физически. || Распространяться (о молве и пр.). Изамб. Т. Хыпар сарăлнă. Распространилась молва. М. Тув. † Манăн варли чиперри вулăстипе сарăлнă. Скотолеч. 17. Кăрчанкă сарăлса кайнă (по телу). || Переноситься, расплываться. Ерк. 14. Çавăн çулла туй пулать. Чĕкеçĕн шӳхăшĕ çакăнта сарăлать, вĕри юнлă чĕри çак сывлăшпа сывлать.

сарăм

(сары̆м), посад снопов на току, настилки снопов для обмолота. А. Турх. Изамб. Т. Сарăмăн ик енне те, е икшер, е виçшер çапса тухсан, ăна тавăраççĕ. Изамб. Т. Унта сарăм сараççĕ. Н. Седяк. Сарăм — çапмашкăн сарнă кĕлтесем. Содр. Сарăм сарăпăр, турă, сарăм перекетне пар. (Моленье). Шурăм-п. Сарăм пуçне çитсессĕн, упăшкине çапла каларĕ. ЙФН. † Эпĕ çапас çапуççийĕ сарăм хĕрĕнче выртминччĕ, пĕри тытса çапинччĕ. (Солд. п.). Юрк. Сарăма сарнă кĕлтисем хытă сăптăрнăран (от ударов молотилыциков) ниçта кĕре пĕлмен. Сред. Юм. Итем варне çапма сарса пăрахнă кĕлтесĕне сарăм теççĕ. Ib. Пĕр сарăм çапса пĕтерсен, тепĕр сарăм сараççĕ. Хурамал. Авăн аштарнă чухне сарăм сараççĕ.

сараквай

сороковая бочка (русск.). N. Пĕрине: эсĕ мĕн ĕçре пурăнатăн? тенĕ. Вăл каланă: манăн пĕр тухăринче виçĕ сараквай укçа пур, тенĕ.

сараппан

сарафан. Т. II. Загадки. Пĕр майранăн хĕрĕх сараппан. (Купăста). Курм. Сараппанне çавăрса чикнĕ пилĕк хошшине. Орау. Вăрман улпучĕ майрине пĕр сараппана çĕр тенкĕ парса илсе панă, тет. (Так называют платье или сарафан).

сарахван

сарафан. ТММ. Пĕр майран хĕрĕх хут сарахван. (Купăста пуçĕ). Альш. Пĕр майранăн хĕрĕх хут сарахван. (Купăста пуçĕ). ЧП. Сарă пусма сарахван майра çинче килĕшет. || Прозвище старухи-йомзи. К.-Кушки. Пирĕн ялта пĕр Сарахван ятлă юмăç-карчăк пурччĕ.

сарă

(сары̆) или сар, желтый. Якейк. † Ыраш вырсан, уй сарă. В. С. Разум. КЧП. Сарă чĕресе тултарма çырла нумай кирлĕ. Ib. † Сарă-сарă чечекĕ, ма сарлакарах пулман-ши? Ядр. † Сăра курки — сарă курка. Тим. † Сарă çăмарта эпĕ хире кустартăм варрисене сарă витнĕрен. Пазух. Карăш килет каршлатса, сар ыраша юратать. Ib. Сĕтел çинчи сарă сăри, тинĕс енчи эрех лапах (точь-в-точь). N. † Шăшки вăрăм, мăйри сарă, татас килет мăйрине. Н. Лебеж. Тепĕр енне сарă саккускă тултартăм. Турх. Сарă-сарă çуртасем ялкăшаç. (Сарă-сарă — впечатление от множества желтых, бросающихся в глаза предметов). Альш. † Сарă çурта пек пĕвĕме эп ӳстертĕм, атте-анне умĕнче пурнас пек. ЧП. Сарă сĕлĕ сапсан та чарăнас çук. Ск. и пред. 26. Сарă пысăк кĕлетрен пĕркенчĕкпе хĕр тухрĕ. Янтик. † Икĕ ача, сарă ура, саркаланса ут çулать. Ib. † Сарă хумăш касса хӳш (= хушă) турăм савнă сар ачапа выляма. Ск. и пред. 67. Сарă хапха килсерен чĕнтĕрленĕ тăрăлă. Чув. пр. о пог. 63. Уйăх сарă, купчеме пулсан, уйăх пĕтечченех хутран-ситрен йĕпе пулкалах тăрат. Если месяц желтый, светлый, то весь месяц будет стоять сырая погода. || Эпитет солнца. Б. Яныши. Кăнтăрла çӳлтен сарă хитре хĕвел хĕртсе пăха поçлать. || Эпитет весны. Б. Яныши. Хаяр сивĕ хĕлле хыççăн хитре, ăшă, сарă çор килет. || Русый; красивый. Микушк. Сап-сар ача — русый, красивый парень, красавец. N. † Сарă-сарă ачисем, сар çӳçĕпе илемлĕ. Сĕт-к. † Атьăр киле, ачасам, сарă вăрăм хĕрсене (варлине) сар ачасам ерчĕç поль. Шел. 31. Сар-кайăк пек сап-сарă пĕр хĕр сиксе тухать те... Никит. Телейлĕ пурăнас тетĕн пулсан, ху сарă çын пулсан, хура хĕре ил, ху хура çын пулсан, сарă хĕре ил. Вотлан. Пасара сар хĕр нумай тухать, сарă кăтри сайрарах. В. Разум. КЧП. † Анне тунă — хĕр тунă (genuit me puellam), ма сарăрах туман-ши? С афф. З-го л. — блондинка. N. † Айта, тантăш, киле кас (= каяс), сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çăмарта пĕçерсе хонă поль. || Масть лошади (саврасый, буланый, соловый). || Назв. растения, папоротник (= шĕшлĕ корăк). В. Олг. || Желтуха (болезнь). Бывают: сарă сарă, желтая желтуха и хура сарă, черная желтуха. ГТТ. N. Ача сарра кайрĕ (= ачана сарă ӳкрĕ). || Яз. имя мужч. МПП.

сарăмсăр

(-зы̆р), попусту, напрасно. Курм. † Вă(л)та хулли пак кĕлетке пор; сарăмсăр сая кайминччĕ, сая каяс сасси пор. Слеп. Ах, улиçĕм, сар ули, сăпаççипах туя исе килнĕшĕн, сарăмсăр сая кайминччĕ. ЙФН. † Пĕр çулхи хулă пак кĕлеткемччĕ, сарăмсăр сая кайминччĕ, сая каяс сасси пор. || Бестолковый. Ст. Чек. Ку сарăмсăр çын пулĕ ахăр, çын каланине пĕрте хăлхана чикмес. || Нечаянно, случайно, неожиданно. Н. Карм. Сарăмсăр, нечаянно, асăрхамасăр. Сĕт-к. Эп сана патакпа йори тивартрăм-и-ке мĕн, сарăмсăр польч. КС. Эп ăна сарăмсăр пушăпа пуçĕнчен тивертрĕм. Хорачка. Сарăмсăрах (неожиданно) кисе яртăм (или: килтĕм) сан патня. N. Çынна сарăмсăр вĕлерни (нечаянно). Икково. Сарăмсăр кошак та хăйма çать (= çиет). Сарăмсăр чăх та пăсарать. (Послов.). Якейк. Ан ятла уш, сарăмсăр ӳкертĕм, ӳкерес тесе ӳкермен те... Ib. † Сар мăйăр пак сăнăм порч, сарăмсăр сая каясран йăмăк похса хоринччĕ. Яжутк. Çава, çурла сарăмсăр ачасене касасран, турă, сыхла, теççĕ. (Моленье). Кан. Пирĕн хушăра сарăмсăр, сасартăк вилсе каякансем те сахалах мар. || Шибач. Сарăмсăр вилĕм, скоропостижная смерть. N. Сарăмсăр вилĕме кĕтмесĕр, порнăç çинчен щотлаç поль. || Тайно, без извещения, не оповещая. Городище.

сарлака

(сарлага), широкий. N. Çĕнĕ уйăх сарлака пулсан, уйăхĕпех — çулла уяр, хĕлле сивĕ пулать. Ст. Чек. Сарлака çăвар, говорящий неприличные слова. || С афф. З л. „и“ — ширина. Изамб. Т. Ку пиртен пĕр теçеттине сарлаки аякка чарăнчĕ. Ядр. † Вĕрене çулчи сарлаки, темчул сарлака пулсан та, пурçăн туттăр пулас çук, пирĕн пуçа кĕрес çук, пирĕн пуçра шуралать.

сарлакăш

(-гы̆ш), сарлакăшĕ (-гы̆жэ̆), сарлакĕш (-гэ̆ш), ширнна. Янш.-Норв. Вĕсем уй-чӳк юманĕ патне пуçтарăнсан, пашалусене пĕр çĕре утă купи пек купалаççĕ; чашăккисене пĕр икĕ ана сарлакăш пулĕ икĕ ерет лартса каяççĕ. (Уй-чӳк туни). Регули 1245. Икĕ хор сарлакăш постав. N. Мĕн сарлакĕш полĕ? Со что будет? N. Малтан чалăш сарлакăш çĕртен сиктерчĕ.

сарлакăшлĕ

(-гы̆ш-), шириною. Кан. Ун пек 1/2 чалăш сарлакăшлĕ анана сухалама пулĕ-ха, сӳрессе те пĕр сӳрепе тухма пулать.

сарлашка

широкий (говорят только про животных и человека). Сред. Юм. N. Питĕ сарлашка, хапха юпи хулăмĕш, пысăк пуçлăччĕ, пуçĕ, ĕнси-мăйĕ пĕр-пĕтĕмччĕ Канурăн. || Ширина. Ядр. † Çĕмĕрт çулчи сарлашки, тем чул сарлака пулсан та, пасар саппанĕ пулас çук.

сасартăк

(сазарды̆к), вмиг, вдруг, неожиданно. Ст. Чек. СПВВ. N. Сасартăк — тăрук тени пулат. Регули 1296. Сасартăк кăçкăрчĕ. Баран. 145. Çак ĕçсене этем сасартăках вĕренсе çитмен, ерипенĕн, темиçе пин çул хушшинче, майĕпе вĕренсе пынă. Юрк. Халĕ пăраçник вăхăтĕнче сасартăк кунта камран тупас. N. Сасартăк пушă хиртен çил-тăвал килчĕ те, пӳрте тăватă кĕтессинчен йăтса çĕклесе пăрахрĕ. || Быстро. Коракыш. Пит сасартăк пуйса кайнă. || Момент, миг. Юрк. Пĕр сасартăкра çич-сакăр килĕ çунса та каят.

сасăсăр

(сазы̆зы̆р), безголосый, безмолвный, безмолвно. Букв. 1904. Вĕсем ман сăмахсене пĕр сасăсăр итлесе ларчĕç. Ск.и пред. 16. Çут çăлтăрсем çутăлаççĕ, пытанмалла выляççĕ, йăр-йăр çӳлтен анаççĕ, сасăсăр юрă юрлаççĕ.

сасă ту

поднимать шум, производить шум. Баран. 61. Пĕр виç-тăват ача анчах урамра выляса çӳренĕ; сасă çук çĕртен кăшкăрашса сасă тунă.

сасă-чӳ

, сас-чӳ, то же, что сас чу. Завражн. Уйра нимĕн сасă-чӳ те пулман. Орау. Вĕсен таврашне: вăрăпа хăтланать, темеççĕ-и? — Çук, вĕсем çинчен ку таранччен вăл ĕçпе хăтланать тенĕ сас-чӳ илтĕнмен-ха. ЧС. Вĕсем: çав çырмара сас-чӳ тăвакана киремет тытса вĕлерет, теççĕ. Якейк. Ун çинчен пĕр сас-чӳ те çук (слуху нет). Сунт. Çут-çанталăк этеме вăрттăн усал тума шут тытнă пек ытла та ним сас-чӳсĕр шăп тăнă.

сасă-чĕвĕ

сас-чĕв, сас чĕвĕ, то же, что сас чу. Ст. Чек. Кăлтăрт туса пăрахнă (ерипе, ĕçе сас-чĕвĕсĕр туни). Ib. Ун çинчен сас-чĕвĕ çук-и (нет ли слухов)? Ск. и пред. 75. Сасă-чĕвĕ илтĕнмест; пĕр йытă çеç вĕркелет, çăвар карма ӳркенмест. Расск. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. N. Ялта сас-чĕв илтĕнмест. Альш. Час-часах çулахи кунсенче темĕн-темĕн пирки вăл арăмсем сасă-чĕвĕ туса илеççĕ (вздорят, устраивают перебранку) СТИК. Таста карĕ те, сасси-чĕвви те илтĕнмест. Хурамал. Пĕр çын килет те ыйтать: эс каçхине сасă илтрĕн-и? — Елле (не знаю), сас-чĕвĕ илтмерĕм эпĕ, тет. Юрк. Сасă-чĕвĕ çукран ӳсĕркелесе те пăхаççĕ.

сасĕ-хура

сас-хура, шум, звук, голос. Сред. Юм. Пĕр сас-хора та çôк. Очень тихо, так, что никакого звука нет. N. Сасси-хури те ан пултăр. N. Савватий тăракан пӳрте пырса шакканă. Сас-хура пулман. Букв. 1904. Вара тин тĕттĕм пӳртре лăпланаççĕ, пĕр сас-хура та илтĕнми пулать. Истор. Хирте пĕр сасă-хура та илтĕнмен, сайра-хутран анчах: ăçта çăхансем кăранклатни, ăçта аякра кашкăрсем улани илтĕнкеленĕ. || Слух, известие, молва. N. Вăрçă чарăнмалли сас-хура çук. (Письмо). N. Ялта-йышра мĕн сас-хура пур? N. Выльăхсене хире кăларма вăхăт çитсе пырать, анчах кĕтӳçĕн сасси-хури те çук (ни слуху, ни духу). Сред. Юм. Сан халех каймалла полать-и-ха? — Сас-хора çок-ха пĕрте (нет известий), кăçан каймаллине пĕлместĕп. || Скандал. НИП. Хуралçа ирхине: кĕçĕр ним сас-хура та пулмарĕ-и-ха? теççĕ.

саттун

саттон, затон. Шашкар. Паян çилĕм тортма Атăла кайăпăр, кайран саттона кĕрĕпĕр. Н. Байгул. Пĕр çул çапла эпĕ ачасемпе Сĕве саттунне пăр шăннине пăхма кайрăмăр.

сахалтан

(-дан), самое меньшее, минимум. N. Сахалтан та сире пĕр пăт кирлĕ. Альш. Çухрăма яхăн пуртăр сахалтан тăрăшĕ. Юрк. Хăйсенĕн ĕлĕкхи пӳртĕнче, ашшĕ туса паннинче, сахалтан пĕр вăтăр-хĕрĕх çул пĕр нушасăр пурăнмалла пулнă (можно было). Хып. Çапла кирлĕ япаласемшĕн ытлашши парса пирĕн кашни кил-йышĕ çулталăкне сахалтан 100-150 тенкĕ парать.

сахат

(саhат, Пшкрт: саҕат), час. Якейк. Виç сахата пилĕк минут çитми (в 2 ч. 55 м.) эп килтен тохрăм. Орау. Сакăр сахат çитни? — Çитиман (еще нет восьми). Шор-к. Кăçал пирĕн ялта çорçĕр иртсен иккĕ сахатран пошар тохрĕ. N. Паян эп çич сахатра вăраннă (если о времени вставания узнал после; варантăм — если тут же посмотрел на часы). N. Миçе сахат çитнĕ? (спрашивает проснувшийся). N. Сакăр сахатра тăратпăр та, çурçĕр иртсе 2 сахат иртеччен нихçан та выртмастпăр. Орау. Çав икĕ сахата килме тăрăшăп эпĕ те, килимасан, сыв юлăр вара, васкамалла пулчĕ; каясса 4 сахат анчах каяп та... спаççипă сире. Хочехмат. Пĕр вунпĕр сахат вăхăтра хĕвел-тухăçĕнчен килет, тет, пĕр лаша. Г. А. Отрыв. † Сакăр сахат лартăмăр, тăхăр сахат çитеретпĕр,— каттăршнисам каймарĕç, пирĕн савнисам килмерĕç. Орау. Çич сахата çитесси нумай мар. Ib. Çич сахата кăштах çитиман. Немного (не доспал) до 7 часов. Шорк. Шăп пилĕк сахатра; пилĕк сахат ăшне кĕрсен (çине кайсан), в пятом часу; тăват сахат иртни 15 минут çитсен (15 мин. пятого); тават сахат 15 минут çитми тохрăмăр (без 15 м. четыре); кăнтăрла иртни пĕр сахат (1 час по полудни). N. Паян кăнтăрла выртрăм та, пĕр-ик сахат çывăрса илтĕм (после часа два). || Время, приблизительно равное часу. Яргуньк. Çав карчăк ачине килте кашни сахатрах кĕтсе пурăнать, тет. N. Çак сахатрах, тотчас. || Момент. Шорк. Аçа çапнă сахатрах вот сиксе те тохрĕ. Тотчас после удара молнии вспыхнул огонь. Тип-Сирма. Çак сахатра, в этот момент, в это время. Регули 1337. Эп илтĕм, он чохнех (илтĕм çав сахатрах) пусрăм. || Часы. Орау. Ку сахат çапла шакка-шакках çын ĕмĕрне ирттерет. Часы тикают, тикают, да и натикают чью-нибудь смерть. Ib. Ман сахатпа пулсассăн, сакăр сахат çитме кирлĕ марччĕ. М. Кукшум. Чунсăр çын вăхăт пĕлет? (Сахат). N. Сахата пăх! Посмотри на время. || Караул (стояние на часах). N. † Тантăшсем олаха кайнă чох эпир сахата (вар. салтака) каятпăр. (Солд. п.). См. сехет.

сахăр кăшмăнĕ

сахарная голова. N. Пĕр кăшман сахăр илтĕм.

Саххар

хр. имя мужч., Захар. СТИК. Саххар туй, куçмик çап! тесе пĕр-пĕр çын çапăçнине курса, е авăн çапнă чух пĕчĕкçĕ ачасем çапйиççисене çĕклеймесĕр аран-аран çавăрса чун хавалпе çапнине курсан, кулкаласа вĕçертсе калат. Çак сăмах çинчен ак мĕн калаççĕ. Пирĕн ялта пĕр Сахар ятлă çын пур. Ăна Утьтя Якку Сахар(ĕ) теççĕ, тата çавăнпа кӳршĕлех Куçмик пурнат. Пĕрре вăсен сухи тимĕрĕ катăлнă та, суха çинче ниăçта кайма аптраса, сухи тимĕрне хăйсем тӳрлетме тытăннă. Мунчара кăмака хутса янă, тет, хăйсем иккĕш те çаннисене тавăрса çӳреççĕ, тет. Куçмикĕ сухи тимĕрне вут çинче тытса тăрат, тет, Сахарĕ млатук тытса тăрат, тет. Кăсен вучĕ çунмаст, тет, тимĕрĕ хĕрме яхăнта та çук, тет. Куçмикĕ тарăхнипе: Саххар, туй! тесе калат, тет. Сахарĕ вĕрме тытăннă майĕпе млатукне ывăтса ярса: Куçмик, çап! тесе каларĕ, тет.

семен

момент. А. Турх. Истор. Пĕр семенре вут темиçе çĕре кайса хыпнă. Ib. Пĕр семенре карташне темĕн чухлĕ халăх пухăннă. Ст. Айб. Хайхине çавăрса илчĕç те (лисицу собаки), пĕр сементе çисе ячĕç, тет. См. саман, самант.

Сентохи

назв. местности. Исаково (Урм. р.). Сентохи — пĕр лаптăм(?) çĕр вырăнĕ. Ку çĕр пĕр пуян Семешĕн пулнă, теççĕ.

сентĕре

(сэндэ̆рэ), сентре (сэн'д'рэ), полати. Ст. Чек. Баран. З5. Сана ик эрне сентĕре çинче выртасси çăмăлтарах. Ib. Хăçан лăпланĕç-ши, хăçан кăмакисем, сентĕрисем çине улăхса çывăрĕç-ши? Н. Айб. Сарлака сентĕре, полати. N. Сентĕре çинче пĕр çын ури усăнса тăнă. N. † Симĕс шăрçа сике-çке, сентĕрене çите-çке. А. Турх. Ачач 12. Унтан сентре çинчен пĕр вырăсла юрă кĕнеки „Песенник“ илсе, сĕтел хушшинче тек тĕлĕрсе ларма тапратрĕ. СПВВ. ЕХ. Сентре — ăлăхса выртма алăк патне çӳле мачча çумне хăма сарса тăваççĕ. СПВВ. КМ. Сентре = пулатти. || Полка. Трхбл., Абыз. Вута-б. Сентре, полки в избе. Орау. Сентĕре çинче ĕлĕк пирĕн купи-купипе чĕлсе хунă хăйă тăратьчĕ. Ib. Сентĕре — брусья 1) от печки к передней стене, 2) от печки к боковой стене, на нем держатся полати. КС. Сент(ĕ)ре (сэн’дрэ, гласная „ĕ“ почти незаметна), толстая доска, от улчупи к другой стене, куда ставят чашки; обыкновенно делалось в курных избах. См. сенĕре, сенре.

сентĕре юпи

стойка, на которой держится брус полатей. Т. И.-Шем. Тата сентĕре юпи çумне ăрасна пĕр çурта çутаççĕ (на поминках).

Сепех

(сэбэх), встр. в соединенни: пĕр-сепех, постоянно. Якейк. Вăл пĕр-сепех колать. Ib. Вăл пĕр-сепех макрать. Ib. Вăл пĕр-сепех конта. Ib. Вăл пĕр-сепех осал томтирпа çӳрет.

сепĕлтет

(сэбэ̆лдэт), болтать (в др. говорах — супăльтет ТММ.). Сред. Юм. Кирлĕ маррине тем сепĕлтетсе çӳрес киле, ôнăн; тепле çăварĕ ырмас пĕрмай сăмахласа. Альш. Урама чупса тухрĕç ачисем: пĕр-пĕрне курна юлташĕсемпе калаçаççĕ-сепĕлтетеççĕ.

серепе

(-бэ), силок. Ст. Чек. Шел. 14. Эсĕ йĕтем шăлтарса, серепесем хуртарса, унта тулă саптарса, кăвакарчăнсем тыттарса. ЧП. Путене серепи хутăм. N. Кайăка серепе ларт. Орау. Ăсан серепи, особый силок для тетерева. Сĕт-к. Серепе, сеть для ловли птиц. А. Турх. Серепе, западня. СТИК. Серепепе вĕçен-кайăксем тытаççĕ. Вăл пĕр вăрăм, лаптак патак çумне çипрен е хĕлĕхрен йăлмак-йăлмак туса çыхса хунă япала. К.-Кушки. Серепе — петелки из волосков на дощечке в один ряд (а кăткăс — на доске несколько рядов), насыпают на дощечку конопляное семя. Никит, Иван, тет, Иван, тет, Улюн патне ма каян? Темрен тем пулас, те серепе лартас, хурчăка тĕкне çăлнă пек, çуçна-пуçна çăлĕç.

серте-çеçпĕл

общее назв. трав, появляющихся одновременно со снитью, фиалкой и пр. N. Серте-çеçпĕл ӳснĕ чух хура вăрман ешерет; серте йăл-йăл пăхнă чух чун савăнать, киленет. Цив. † Серте, серте, серетепи, серте яшки юлашки, ай, вăйăçăм пĕр вăйă, кĕçĕрхи çĕр юлашки.

сехет

(сэhэт), часы. N. Пĕр сехет иртнĕ (или: çапнă). Уже час (пополудни). N. Тепĕр чухне çурçĕр иртсе икĕ сехетре (-рэ) тин çывратăп. N. Çичĕ сехет иртсен, после 7 часов. N. Пилĕк сехет вăхăтĕнче, в 5 часов. N. Сехет вăнă иккĕре çĕрле. N. (Пĕр) пилĕк сехет вăхăтнелле пыр. N. Çав вунă сехет вăхăтнелле, вунпĕр сехетелле (около). N. „Грибоедăв“ Хусантан тухса Шупашкар тĕлĕнчен паян (надо: кĕçĕр) çĕрле, 11—13 сехетсем тĕлĕнче, улăхса каять. N. Ик сехетсем таврашнелле эп килте пулап. N. Ик сехет вăхăтнелле (часа в З) пирĕн патра пыр. Ик сехет енелле пирĕн пата (патра) пыр. Пĕр пилĕк сехетре пыр пирĕн пата. Трхбл. † Ай-хай пĕр аттемçĕм, пĕр аннемçĕм, сехетсерен асма килет-çке. Ст. Шаймурз. Тăхăрмĕш сехет çитсен, анне мана кĕнеке вулама хушрĕ. N. Кăнтăрла иртни 5 сехет çитсен. Сред. Юм. Ман сехетпе ôлт сехете ик минут çитмес, саннипе ôлт сехет те пилĕк минут (по моим часам столько...). Скотолеч. 32. Икĕ сехет сиктерсе пĕрре, раз в 2 часа. N. Ачи питĕ илемлĕ пулнă, вăл сехет тарăх ӳснĕ. Изамб. Т. Ту(л) çутăласси пĕр-ик-виç сехет пур. Скошолеч. 36. Чирлĕ сыснисене (больных свиней) çур сехетре пĕрре сивĕ шывпа шыва кӳртес пулать. N. Каçхине тăхăр сехет тĕлĕнче. Баран. 64. Кăнтăрла сулăнни çичĕ сехете яхăн иртсен. N. Миçе сехет-ши, пăх-ха. || Время, пора. Ходар. Çула-йĕре (в путь) кайнă чух, ыр сехет тĕлне ту. (Из моленья „чӳклеме“). Альш. Çак сехете ырă çынçăм пулччĕ (будь). N. Ах тăвансем-чунăмсем, сехетрен сехете асма килетĕр-ĕçке. N. Апла калать пулсан, юрĕ (хорошо),— ырă сехет тĕлне пултăр (в добрый час). || Часы. Кан. Çтена çумне çакмалли сехет, кăсяра чиксе çӳремелли сехет, алла çыхса çӳремеллисем, чукун çул сехечĕсем. N. Алла çыхса çурекенни пĕчик сехет. Юрк. Сехетне кăларса мĕн чухлĕ вăхăтне часах пăхса илет (быстро). Ст. Семенк. Санăн сехет миçере? У тебя который час? Орау. Сан сехет миçере? Который час у тебя? Ал. цв. 26. Пӳлĕмĕсенчи сехечĕсене пурне те шăп пĕр сехет кая туса ларта-ларта хунă. Ст. Шаймурз. Унтан вара сехет вунпĕр çапрĕ. См. сахат.

сехетлĕх

на час. Кан. Сирĕн пурлăх пĕр сехетлĕхе кăна.

сехетре

каждый час? Юрк. Ах тантăшçăм, пĕр чунăм, сехетре асма килетĕн-çке.

сехĕрлен

(h-), бояться, пугаться, приходить в ужас, СПВВ. ЕХ. Сехĕрленни — пит хăрани. N. Упăте сехĕрленнипе, вăрмана кĕрсен, пынă çĕрте пĕр йывăçа çапăнса, çавăнтах ӳксе вилнĕ. Ст. Чек. Вăл çав каçхине ӳчӳк çырми урлă каçнă чухне пит сехĕрленчĕ (струсил). Баран. 41. Хăраман çĕртенех чун сехĕрленсе çитет. Ib. Эп çĕрле тула пĕ ччен тухсассăн, сехĕрленетĕп. Масар урлă каçнă чухне сехĕрленетĕп (мне было жутко). N. Вĕсем пĕтĕмпе сехĕрленсе ӳкнĕ. Они пришли в ужас. Хурамал. Çĕрле пĕрер çĕре кая пуçласассăн: мĕн сехĕрленсе çӳремелле çĕрле (к чему ходить, страшно), теççĕ ваттисем. Баран. 18. Пурте вĕсем сехĕрленнĕ; пурийĕн те хуйхă пур; тĕнчере пысăк хисеп чакнă.

сехмет

беда. Ашшĕ-амăшне. Мĕскерле эсĕ каç пулсассăн çӳретĕн? Спани килĕнче пĕр-пĕр сехмет пулчĕ-и мĕн (случилось)? тенĕ. СПВВ. Х. Сехмет çакăнать (несчастье). СПВВ. ТМ. Çын трук (скоропостижно) вилсен, ăна: сехметпе вилнĕ, теççĕ. Ib. Сехмет — пĕр чирсĕр вилекен çын е выльăх. (Обьяснение неудовлетворительное). СПВВ. ЕС. Выльăх-чĕрĕлĕх сасартăк виле пуçласан: „сехмет“ пулчĕ пулĕ, теççĕ. || Недуг. Чăвашсем 22. Çын сехметсĕр пулмаçт, пĕр-пĕр япала ыратнă вăхăт та пулат. СПВВ. АС. Çан сехметсĕр иртмест. (Сехмет — тем шавкăн лекни). || Так называют человека, который постоянно без толку с кем-либо бранится. Ст. Чек. Сехмет — анкă-минкĕ, кăлăх çынпа вăрçакан çын. || Назв. духа. Ст. Ганьк. Усал сехмет, усал хаяр çулăхнăччĕ — таврăнать. Ib. Сехмет — усал. Ib. 77 тĕслĕ усал сехмет çулăхнипе, усал хаяр çулăхнипе. Альш. Турă сехметне (вар. турă сехмете) хур. Тюрл. Ана çине пырса тăрсассăн, тырă акма пуçлаччен, торра кĕлтуса илетĕп: торă папай, ырă сехмет (надо: сехет?) тĕлне тутăр, тетĕп. || Аттик. Эсĕ çăмăра сехмечĕ-сехмечĕпе кăларса илсе çӳре: çĕре çăмăрсăр типĕтсе хăртса ан яр. (Молитва в „Ӳчӳк“ к „Ел-кӳлли“).

сыв

(сыв), то же, что сывă, здоровый. Завражн. Якур сыв мар темеççи? — Сывах халĕ. N. † Сывах-и çӳреççи, тейиса, килсе корас терĕмĕр. N. Сыв-и? Здравствуй, здравствуйте. N. Сыв пул, будь здоров, прощай, досвиданья. N. Сыв пулăр, будьте здоровы, прощайте, досвиданья. N. Сыв пултăр! Да здравствует! Юрк. Тăвансем, иккĕн пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, тытăнчĕç, тет, калаçма.— Сыв-и, тăван? тесе ыйтат, тет пĕри. Ib. Сыв-и? — Сыв халĕ. Орау. Сыв пул, сыв пул тата... сыв пул тата (дескать досвиданья или до другого раза). Сред. Юм. Хуçи хăнисене: сыв пôл! тесе ĕçет те, онтан хăнине ĕçтерет. Ау 111. Тухса кайнă чухне калать: сыв пулса тăр-ха еппин, тет. Ой-к. Аки-сухи сыв пултăр! (Так говорили в царское время уходящие на заработки). N. Сывран сыв пул. (Из письма). N. Поç сыв чохне. || Здоровье. N. Сан сывуна пĕлесшĕн эпĕ.

сывăлăх

здоровье. О сохр. здор. Пĕр пек сывăлăхпа пурăнманнине... Что не все пользуются одинаковым здоровьем.. СПВВ. Сывлас, сывлăш, сывăлăх. См. сывлăх.

сывă-сторовă

здоровый. Пир. Ял. Константинопăльре пĕр Старо-Ака ятлă сывă-сторовă турккă çынни творнĕкре пурăнать. Вăл ĕнтĕ 147 çул тултарнă.

сывлат

понуд. ф. от гл. сывла. Такмак. Пĕр ункине памăр-ши ут кăкарса сывлатма. ТХКА 47. Сывлатса тăратса, кантара-кантара, ал вĕççĕн утă, курăк... Вишн. 75. Çавăнпа пирĕн нумай çӳресен, лашасене кăкарса сывлатсан, тин шăварас пулать, ăна та сивĕ шыв пама кирлĕ мар.

сымарлан

захворать, заболеть. Чăв. й. пур. З4°. Пĕр вăхăтра хамăр ялтах пĕр Куçма ятлă çыннăн арăмĕ сымарланнă. ЧС. Тете пулнитсара та пĕр ултă эрнене яхăн сымарланса выртрĕ.

сыпă

(сыбы̆), стык, сочленение, коленцо, сустав. N. Сыппа лар, образовать сочленение. Цив. † И кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕнĕ кантăр. ЧП. Шемексенĕн хĕрĕсем сыпписерен ăсĕсем. Альш. † Леш кассенĕн каччисем сыпписерен ăсĕсем. Чотай. † Олăх толли олăх кĕпçи, татрăм-пăхрăм — сыппи çок, çирăм-пăхрăм — тути çок. ЧП. Сыпăсăр кĕпçе. VS. Ура сыппи шăмми, щиколотка. || Звено. Янш.-Норв. Ултă хуме сыппине утса çитсе пулмарĕ. || Плаха. N. Пысăк йывăç сыпписем, тĕпĕсем пулнă (были там). || Протяжение. Хора-к. Ĕмĕр сакки сарлака, порăнăç сып(п)и вăрăм. || Часть избы. Собр. Алăкран кĕрет те, сыппа ларат, куçне-пуçне чаркалат. Ау 278. Ах сасăçăм, ырă курас пулсассăн, алăк сыппа илтĕнтĕр. Рак. Тĕпел сыппа çитсен, тĕлĕнтĕм. Тайба. Пире хирĕç тухса илсессĕн, тĕпелĕн сыппинчи çын эпир; хирĕç тухса илмесессĕн, алăкăн сыппинчи çын эпир. (Хĕр сăри). || Завязка, поясок наряда сарă. Такмак. Сарă çукки çĕрĕк çăпата çыхса пырăр. Сыппи пулмасан, çĕрĕк тăла сыпса ярăр. Ст. Ганьк. † Сакăр пире сарă сыппи пилĕке çитми тумарăм. Неверк. Хума хĕррин сарă сыппи çитмен. (Сулă). || Широкая межа, отделяющая один ряд загонов от другого ряда (межа идет по концам загонов); ряд загонов расположенных смежно. Шел. П. 63. Унтан ыраш хушшипе ана сыпписемпе, йăранĕсемпе кайса, пĕр кӳлĕ хĕрне пытăмăр. Ст. Чек. Çак сыпăпа çумăр çуса карĕ (вдоль „сыпă ана“). Ib. Çак сыпăпа кай. Иди по этой меже. Ib. Сыпă имеет ширину 80 саж. (длина загона): пĕр сыпă ана, икĕ пуçĕнче ана сыппи икĕ сыпă хушши сыпă ана пулат (в длину загона). Виçĕ çухрăма икĕ сыпă ана пырат. Пĕр сыпă ана кай та, аслă çула тухăн. Альш. Елшел пĕр-икĕ ана сыппи çулерех кайса тунă хире (кладбище). || Квартал, участок. Юрк. Вуникĕ сыпă хулине утса тухса пулмарĕ. См. след. сл.

сыпăк

(сыбы̆к), коленцо, сочленение, сустав. См. сыпă. Альш. † Сыпăкран сыпăка ларнă, тет, çав хăмăш. Ib. Йĕме чарăн ĕнтĕ, сыпăксăр кĕпçеI (Гов. ребятам, плаксам). Трхбл. Вуникĕ купа ут(ă) хушшииче пĕр сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм. Чув. Сорм. † Вуникĕ капансем хушшине пĕр сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм. || Звено, узел. Сред. Юм. Вĕрен талсан (= татăлсан) сыпаççĕ те, сыпăк полать. ЧП. Урай хăми сыпăкĕ. || Раздел, глава. Ачач 81. Ку сыпăкра акă, çав хăй темскер курас умĕн, урамра мĕн курни-илтнисем çинчен çырăпăр. || Ступень. Кан. Иккĕмĕш сыпăк шкул, школа второй ступени. || Колено (в песнях). Кĕвĕсем. Пĕр шупчăк çеç калать сăввине, çĕр сыпăклă сăввине (со множеством колен). || Куплет. Изамб. Т. Такмакне пĕр сыпăк каласан, хĕвеле май юрласа çавăрнаççĕ. Ст. Шаймурз. Мĕн пурĕ тăхăр сыпăк (отдельная часть наговора). || Перерыв. N. Пĕр сыпăксăр, без перерыва (обоз). || Часть избы. Альш. † Усал курас пулсассăн, тĕпел сыпăкран ан ирттĕр („голос мой да не будет слышен“. Хĕр йĕрри). || Квартал, участок. Альш. Пурчавран иртсен, татах каять. Чакăлтăма çитиччен тепĕр сыпăк вăрман. || Ряд смежных загонов. Собр. Виçĕ сыпăк юнашар вырма лăйăх, теççĕ. || Поколение. N. Çавăн пек ӳтрен пулнă сыпăкĕ вилсе пырать, тепĕр сыпак çуралса пырать. Орау. Вăсенĕн пуянлăхĕ вунă сыпăка та пырĕ. Ала 83. Киле тавăрăнсан, ун чух унăн тăванĕсем пĕтсе виçĕ сыпăк вилнĕ, тет, ĕнтĕ унăн тăванĕсем, çĕлен ывăлĕсем, тата кусен ывăлĕсемпе вилнĕ пулать. N. Хывнă чух икĕ сыпăка çитиччен анчах хываççĕ; хăйсен вилнĕ ачисене, вилнĕ тетĕшĕ-йăмăкĕсене, ашшĕне-амăшне, аслă ашшĕне, аслă амăшне (если поминающий помнит их смерть). Ашшĕпе-амăшне хăй астумаст пулсан та хываççĕ. Сред. Юм. Ырă çыннăн тивлечĕ сыпăкран сыпăка пырать. Календ. 1911. Вăл çĕр сыпăкран сыпăка пынă.

сыпăклă

имеющнй колено, сустав и пр.; составной. N. Сыпаклă çанă, составной рукав. N. Сыпăклă кĕпе, женская рубашка, сшитая со вставкой куска с узорами на груди от плеч до пояса. Если такая рубашка сшита со вставкой куска с узорами (сыпмала), полученного от молодушки в качестве подарка, то она называется парне кĕпи. || „Ступенный“. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр сыпăклă шкулта вĕренсе пĕтерсен, когда я окончил школу 1-ой ст.

сып

хлебать. ЧС. Шыв парсан çăварĕпе сыпат та, сăмсинчен юхса тухат (лошадь). Юрк. † Çак тăвансем асма (= асăма) килнĕ чух сыпаймарăм ăснă кашăкăма. Алших. Кĕселне сыпсан, кĕсел пĕçернипе, сĕт сыпма каçнă чух пурте кĕсел ăшне кĕрсе вилеççĕ, тет. Трхбл. † Хамăр тăван аса килсессĕн, сыпнă яшкамсене çăтаймăп. N. Анне те пер çăмарта илсе çирĕ, тата пăртак сĕт сыпрĕ. Янтик. † Шĕлешен-кайăк чĕппи мĕн çийĕт? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать. Пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? — Кулаçне хыпать, пыл сыпать. ТХКА 60. Ирхине тăрсан, пит-куçа çусан, тин уçланă уйранпа сыпа-сыпа, серте-çăмах яшки çисен... Качал. † Пирĕншĕн, апай, ма макрас? Ларас-сăвас ĕне мер, сыпас-çияс сĕт мер. N. † Сыпма та çук син-пыл пĕçерет, тухма (та) çук хуçи тарават. Б. Хирлепы. Сыпса çимелли апатсем, жидкие блюда. О сохр. здор. Тата кирек камăн та: чирлин те, сыввин те, шыва çăвара сыпса çумалла мар (не следует). Сĕт-к. Пĕр чĕлĕ çăккăр касса илтĕм те, твар пуçса шупа сыпса çиса ятăм. || Выпить. Юрк. Эх, сыпмасăр тӳсесси те пит хĕн çав. Эпĕ акă вырăн çук чухне: вырăн çук, тесе, ĕçетĕп. Ib. Сан пек вырăнта пулсан, эпĕ, чăнласах та, сыпса та пăхмăттăм, тет. Ск. и пред. 44. Сыпасчĕ-çке пăртак йӳççине çакăн пек ĕç хыçĕнчен. || Церковный термин: причащаться. || Переносно. ЧС. Ун чухне Пăла (река Була) ейĕве тухас пек сыпса тăрат, тет. П. Яндоуши, Б. Крышки. Каткара шыв сыпса тăрать. Вода в кадке вровень с краями, т. е. она готова пойти через край. Ib. Ма тулли ямастăн? — Халь те сыпсах тăрат вĕт. Что наливаешь неполно? — Итак уж вровень с краями.

сысна

свинья. ЧП. Сысна тесен, шăрчĕ çук, этем тесен, сăнĕ çук. Ходар. Сыснаран усалсем, киремет таврашĕсем пит хăрат, теççĕ. Ib. Вăлсем ак ĕненеççĕ тата: киремете чĕрĕллех хура сысна çури кайса çаксан, киремет çав вырăнтан тарат, теççĕ. N. Пуян, ула сыснине пӳрт шулап(ĕ) çинче чиксе, хăçан тĕнĕ витĕр пăхса çийĕ, çавăн чухне унăн хĕрĕ сывалтăр. (Слова, произнесенные на дереве киремети одной из колдуний, испортивших дочь богача. Заклинание). Букв. Сысна хырăмне ыраш пăсмасть. Чăвашсем 10. Пурăнан ĕмĕрте сыснана та йысна тесе калан. (Стар. поговорка). Хурамал. Сысна пек пĕкĕрĕлсе çӳрет. ФТТ. Çуркунне сысна çурисем кăçкăрсан, часах сивĕ пулать. Юрк. Сыснапа чăвашсем турра кĕлтуман. Вĕсем ăна юратман. Çав пиркепе чăвашсем сыснасене усраман, вĕсенĕн ашне те çимен. Сысна темĕн-те-пĕр çиет, таса выльăх мар, тенĕ. Ст. Шаймурз. Тĕлĕкре сысна курсассăн, начелник килессе пулат, тет. (Стар. поговорка). || Особый способ забирать чело здания бревнами. Чертаг. Сыснапа тăрланă, забрали фронтон избы бревнами. Ib. Сыснапа хăпартнă, забрали бревнами. Орау. Сысна — бревна, коими забран фронтон клети. ЩС. Сысна — доски (бревна), которыми забрана стенка с волоковым окошком. Якейк. Сысна вăл кĕлет хĕрĕнче полать, он çине кĕлет пăрăс хораççĕ. Изамб. Т. Кивĕрех пӳртсен хайчă вырăнне çурмаран çурнă сысна пулат. Ib. Пурана улăхтарса пĕтерсен, икĕ пуçне пĕрер сысна хураççĕ те, ун çине хайчă тăхăнтараççĕ. || Кусок твердого дерева или железа, на котором лежит ось вала у водяной мельницы. (Названия остальных частей механизма те же, что и у ручной и ветряной мельницы). Шевле. См. арман. || Боров, дымволок (лежачая дымовая труба на подволоке). Трхбл. Кăмака мăрйине мачча çинчен пӳрт тăррине тӳрех кăларма юраласан, ăна пĕр аяккинерех сысна туса пăрса яраççĕ. Вара çав вырăнтан тин çӳлелле яраççĕ.

сысналан

нахальничать. Орау. Пĕр сысналанакан шăрши кĕлете çын кĕрсен те тармаçт, этемрен пĕртте хăрамаçт. Пĕр кушакран анчах хăракан пулчĕç, мурсем! Ib. Хăй те çав сысналанакантарахскер те, этем шырасан тупать çав, сысналанса ан çӳретĕр, çав кирлĕ!

сыхла

беречь, хранить, охранять, стеречь, караулить, смотреть. N. Вăрман сыхлама илтĕм. Сюгал-Яуши. Вута сӳнтерсен, пĕр эрне сыхларĕç: татах вут ан тухтăр, тесе. Юрк. † Пысăк пуçлă тăмана арпалахра чĕпĕ сыхлат. Кăвак сухаллă сăтарик карта хыçĕнче карчăк сыхлат. Сенчук. Кив кирĕк çĕннине сыхлать, тет. (Послов.). N. Эй пурне те пĕтерекен, пурне те улталакан, пур ирсĕре, пур усала сыхлакан.

сыхлăх

охрана, охранение; резерв, запас; покровительство, бдительность. Истор. Вăрçă пуçланниччен малтан Дмитрий Иванович пĕр ушкăн çарне Боброка парса сыхлăха (про запас, резерв) пĕр çывăхри вăрман хыçне кайса тăратнă. N. Пире хăвăн сыхлăхăнта (под покровительством) усра. N. Аннем вилсен, мана эсĕ хăвăн сыхлăхна (под покровительство) илнĕ. Кан. Ишчейкă çав бандита сыхлăха (на охрану) хăй пĕчченех юлать. || Оборона (неол.). Кан. Ĕçпе сыхлăх совечĕ, совет труда и обороны.

сыхшăн

для охраны; про запас. Юрк. Пĕр кĕрнӳкерĕ, туйра-мĕнте тухатмăшсем пăсасран, сыхшăн, кĕсйине пĕр ывçă вир ярат. Ст. Чек. Ку япалана эп сыхшăн тытса тăратăп-ха (про запас). Толст. Тутарсем ăна тытнă та, йĕнерĕ çумĕнчи сыхшăн илне хырăмсарлăхĕсене (подпруги) салтса илсе, аллисене тутарла тĕвĕпе хыçалла туртса çыхнă.

сыха

(-hы̆), то же, что сых. N. Таса çыру вăл чун çими, чун илемлĕхĕ, чун сыххи! КС. Пит сыхă тăраççĕ вăсам. Здорово караулят (напр., огурцы). Кн. для чт. 80. Пĕр чухăн хуçа, çула каяс умĕн, хăйĕн тимĕр таварне пĕтĕмпех пуян хуçа патне сыхха леçсе панă (отнес на хранение). Вишн. 67. Çавăнпа пирĕн шăлсене, вĕсем ан ыратчăр тесе, пит сыхă усрас (беречь) пулать. N. Эпир хамăр куçа сыхланă пек, сыхă усра мана. N. Çăварăма сыхă тăрат (охраняй, остерегай), çăварăма хупса тăма чарулăх пар. Беседа. Вĕсен çывăрмасăр сыхă тăни те (настороже) урă ăйхăран сыхă мар. N. Пулла çур та, чĕрине, пĕверне, ватне кăларса илсе, вĕсене ыхă (укромное) çĕре хур, тенĕ. N. Сыхă кĕтсе тăр. Будь настороже, выжидай с осторожностью. СПВВ. Сыхă ячĕ, про запас. См. сых ятне.

сыхчуллă

осторожный, осторожно. Выçăхакансем 13. Çавăнпа та урасене сыхчуллă пускаласа, алăмсемпе тĕттĕм çĕрте пĕр-пĕр çĕре пырса çапăнас мар тесе, хăлаçланса хыпаласа утса пыратăп.

си

слой. БАБ. Çĕрĕн çиелти тырă пулакан сийĕ (плодородный). Баран. 105. Ĕçлекен хуртсен хырăмĕ çумне пĕр çӳп-çӳхе си ăвăс пухăнать. Календ. 1910. Çав маях бактериясем ӳссе пырсан, 2 тавлăкра пĕтĕм çĕре хулăн сипе витсе илĕччĕç. Ib. 1911. Шăтăк чавса çав шăтăка пĕр си курăк сарса тухас пулать. Ib. 1906. Шăтăкран хура çĕр, тăм, хăйăр тухать пулсан, вĕсене пурне те уйрăм хурас пулать; тата çиелти сине хăйне, тĕпĕнчине хăйне ăрасна хурас пулать. Ib. Хăяр хушшине си-си юман çулçи, хурлăхан, хĕрен, укроп хурса хăварас пулать. Ст. Чек. Си — слой (çĕр сийĕ), çăмарта сийĕ (пленка яйца). || Раз. N. Вара унтан тата тепĕр си апат çияççĕ, вара ĕç пĕтет. Чхĕйп. Унтан вара, унта (туда) кайиччен (прежде чем итти), пурте тепĕр си хываççĕ. || Встр. в соединении: пӳ-си. Ст. Ганьк. Пĕвĕнчен-сийĕнчен, куçĕнчен-пуçĕнчен, ăшĕнчен-чикĕнчен сăнĕнчен-сăпатĕнчен. || Юрк. † Эпир çак киле килсессĕн, çамрăк пуçсем сие ӳкет-çке.

сий

(сиj), слой. Абаш. Скотолеч. 23. Хăш чухне лашанăн çу чĕрни çĕрсе сийĕ-сийĕпе (слоями) сĕвĕне пуçлать. Ст. Чек. Тура (в горе) чул сийĕ-сийĕпе выртать (пластами). Эпир çур. çĕршыв 19. Çав сăртăн тăприйĕ темиçе тĕслĕ сийĕн-сийĕн выртать (лежит слоями, пластами). || Раз. СПВВ. Пĕр сий хăтăрса илчĕç.

сиен

ущерб, убыток, вред, изьян, недостаток. СПВВ. МС. Кан. Ирсĕр ĕç туса хуçайства сиен кăтартакансене питĕ хытă айăплаççĕ. ЧС. Пире нимĕн сиен те (никакого вреда) туман вĕт вăл. Изамб. Т. Ача тумтир илсе кайнă иккен, çавăнпа ул сиен курман. Пазух. Çак атте-анне, ай, килĕнче пĕр сиенсĕр (без каких бы то ни было недостатков) пĕвме ӳстертĕм. Сред. Юм. Сиен — большой убыток вообще. || Беда, несчастье. Ст. Шаймурз. Йытă, сиене сиссен, улат, тет. Хурамал. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, пĕрер сиен пулать, тет. Кан. Çаксенчен ĕнтĕ выльăха калча çине яни сиенни питĕ аван курăнать. N. Ку таранччен сиен пулманччĕ-ха. Ст. Шаймурз. Çурт тăрринче çăхан кăшкăрсан, сиен пулат, тет, || Смерть. Ст. Чек. Лаша вилсен, е ĕне тавраш вилсен: лаша сиен пулчĕ, ĕне сиен пулчĕ, теççĕ. СПВВ. МА. Трхбл. Унăн ачи сиен пулнă. У него помер ребенок.

сивĕ

сив, холодный. Якейк. † Çак коккăрта çил сивĕ, çил сивĕ мар — хĕр сивĕ, чон йоратнă хĕр сивĕ. Истор, çӳлелле хăпарна çемĕн сивĕрен сивĕ пулса пынă. Орау. Эсĕр пӳртĕре сивĕ те сивĕ тетĕр, сив пĕрене кĕнĕ пулĕ пӳртĕре пуранă чухне. Çав сив пĕрене пӳрт пурине кĕрсен, пӳрт тем чул хутсан та ăшăнмаст. Вăл пĕрене тахçанччен тăрсан ытти пĕренесем пек çĕрмест, тет. Мусир. † Çӳлти пĕлĕт — шур пĕлĕт, сивви малтан килейчĕ. Якейк. Эп чее сивĕ ĕçме йорататăп. N. Кунта ытла сивĕ мар, ытла ăшă мар — вăхăтлă. Алдиар. Сиввине лаша уйăхĕ, ăшшине ĕне уйăхĕ, теççĕ. || Холодно. СПВВ. Сурса сурчăк ӳкми сивĕ. О сохр. здор. Ăна пĕрре пит сивĕ пулать те, хыçĕнчен вара вăл пит хытă вĕриленсе каять (жар и ожоб). Анат-Кушар. Çанталăк ытла та пĕр пекех сивĕ тăрать. Все стоят морозы. К.-Кушки. Тулта паян сивĕ мар-ши? Ib. Эпĕ чӳрече уçрăм та, сана сивĕ пулмĕ-ши (не будет холодно)? N. Çак уйăх пуш(ш)ех сивĕ тăра пуçларĕ. || Мрачный, сердитый. Ашшĕ-амăшне. Кĕркури пит сивĕ çӳренĕ, сасси унăн çилĕлĕ янăрса çеç тăнă. Юрк. Кай эсĕ, сивĕ япала, кай. Ст. Чек. Сивĕ куççăн пăхат = çиленсе пăхат. Ib. Сивĕ куççăн (пăхса) çӳрет (когда сердит). М. Васильев № З, 58. Шуйтан онтах откалать, онтан татмас сив куçне. Янтик. † Хĕрсем ӳссе çитнĕ чух сив куçăрпа ан пăхăр: хĕр куçăхать, тиеççĕ. N. Он пак сивĕ çын эп нихçан та корман. Вăл итла сивĕ çын уш (суровый). Он çине пăхсан хăрамалла. (Таков был Иван Грозный). || Нечто холодящее. Янбулат. † Йĕтĕн тотăр поç сивви, çак ен хĕрсем чон сивви. || Холод, мороз. Чем люди живы. Симун çĕтĕк картусне хывса лешне тăхăнтарасшăн пулнă, анчах хăй пуçне сивĕ çапнă. Кожар. Вăл киле çитсен, арăмĕ каларĕ: ачасене сивĕ çĕрте (в холодном месте) вĕлересси, кайса пос-килтен лаша топ та, вăрмантан çатрака тортарса кил те, вот хотса ăшă çĕрте вилĕпĕр. N. Сивĕ çапнипе чирленĕ. В. Олг. Ăшăпа сивĕ талашни (в сретенье). Орау. Сивĕсем пайтах пулкаларĕç кăçал. Шумш. Сиввине-ăшшине корнă çын, человек, видавший всякие виды. Янтик. Сивĕ çĕртен кĕрсенех ун патне ан пыр (не подходи к нему с холоду). Чăв. й. пур. 31°. Йĕпере-сапара та, сурса сурчăк ӳкми сивĕре те. N. Сивĕ, холод, мороз. О сохр. здор. Сивĕ çĕре тух (на холод). Регули 1060. Сивĕрен чĕтĕрет. N. Ăшă салатать, сивĕ пуçтарать, теççĕ. Изамб. Т. Лаша сыхлама хăварнă ачана сивĕ вите пуçланă (стал зябнуть). Анат-Кушар. Сивĕ пĕр улшăнмасăрах тăрать. Стоят непрерывные (бессменные) морозы. N. Пĕтĕм ăша витрĕ сивĕ. Орау. Юр айĕнче ăшне сивĕ витичченех выртнă. Кан. Сивĕсем татах пăртак пулĕç-ха. N. Сана сивĕ çапмаст-и? || Неприветливый. N. Хамăрах та кунта та, савни таçта, сивĕ сăмахсем çӳрет те хушăмăрта. ТХКА. Хĕрĕх те пĕр çул пурăнса та, пĕр сивĕ сăмах каламан эпĕ хам карчăка. Пазух. Хăвăнтан сивĕ сăмах илтмесен, çичĕ ют сăмахĕпе ан сивĕн. Кан. Вырăссем пире нимле сивĕ сăмах та каламаççĕ. Н Седяк. Сивĕ яшка сивĕтмест, сивĕ сăмах сивĕтет. (Послов.). || Лихорадка. Собр. Сивве (дихорадку) вĕсем: пĕчĕк ача пулса çӳрет, теççĕ. Унăн çӳçĕ вăрăм та, хăй лутра, теççĕ. Çав сивĕрен (лихорадки) пытансан, вăл тытмаст, тет. Тата, тунката çине шăтнă пилеш витĕр тухсан, пăрахат, теççĕ. Унтан тата, эрех ĕçсен, пăрахат, теççĕ; эрех ĕçсен, вăл ӳсĕрĕлсе нихăçан та пымаст, тет, вара.

сивĕн

охладиться, прохладиться. Изамб. Т. Ку, пăртак сивĕнсен, мухтана пуçларĕ. N. Яшка (щи) сивĕнсе каять. Ал. цв. 78. Ĕçет, çиет, сивĕнет, кĕвĕ сассисемпе йăпанать. N. Çăмах сивĕнерехпе хуралать. Орау. Чей сивĕннĕ-кайнă, астуман та. || Отчуждаться, отстыть, отвадиться, охладеть. Т. IV. Ялтан кайăксем сивĕнсессĕн, аван пулмаç, теççĕ. IV. Пĕр-ик-виç лайăх çыннăмсем пур тесе пурăнаттăм, пăхăсăн, вĕсем те пулин манран, мĕскĕнрĕн, сивĕне юлчĕç. Султангул. † Хамран сăмах илтмесĕр, çынсем каланипе ан сивĕнĕр. N. Вĕсем ăна хĕрхенсе, ăна сивĕнме хушнă. Альш. Çын сăмахпе сивĕнмин — лайăхчĕ (хурăнташ). Сред. Юм. Сивĕннĕ (так говорят, если сначала сватали невесту, а потом перестали).

сивĕт

охлаждать, студить. N. Кунта çанталăк — çăмăр çăвать те, юр çуса сивĕтсе хурать. || Охладить, отвратить от желания, вселить охлаждение. Янш.-Норв. Вĕсем çапла сивĕткелесе хăшне сивĕтсех яраççĕ, çынпа çын пĕр мар вĕт. Ib. Тусĕ (подруга девушки, которую хотят сватать), хĕр шыракансенĕн ывăлне юратать пулсан, хĕре питĕ мухтать. Юратмасассăн: çук, вĕсем кăçал памаççĕ пуль, вĕсенĕн халĕ ĕçлеме йышă та çук, тесе сивĕтет. Беседа. Вĕсене хирĕçтерсе, пĕр-пĕринчен сивĕтсе пĕтерет. || Отвадить. Орау. Епле вăсене пахчаран сивĕтес-ши? Как бы это их отвадить от огорода.

сив-чир

лихорадка. Орау. Нюш-к. Сив-чир бывает: симĕсси, кăвакки, хĕрли; самая злая — симĕсси. Ходар. Хăш-хăш чухне пĕрне-пĕрне сивĕ-чир ерсен, вăрмана каять те, чĕрĕ пилеше варăнчен çурса виттĕр тухаççĕ. N. Ах, ачана сив-чир тытнă, ерĕм шывĕ ĕçтерес. Бгтр. Сив чирсем вуниккĕн пĕр тăван пулнă, тет. Пĕре çавсем пурте пĕрле пуçтарăннă, тет те, пĕр кĕпер урлă каçса каяççĕ, тет. Çавăн чухне пĕр сив-чирлĕ çын кĕпер айăнче ларнă, тет. Сив-чирсем тăчĕç, тет те, калаçма пуçларĕç, тет. Пĕри калать, тет: эпĕ çын ăшне пăтăпа пĕрле малтанхи кашăкра кĕрсе каятăп, тесе калать, тет. Тул çутăлма пуçласан, çавсем пурте çухалчĕç, тет. Çын киле тавăрăнчĕ, тет те, арăмне пăтă пĕçерттерчĕ, тет. Вара такмак (кожаный мешок) илчĕ, тет те, пĕр кашăк пăтă ăсса тӳрех такмака ячĕ, тет те, çыхса лартрĕ, тет. Сив-чир такмакра халь те куптăртаттарать, тет. (Вар. Сив-чирсем порте пĕр тăван, тет. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тет. Вăл ак мĕлле полнă, тет. Пĕрре сив-чирсем порте пĕрлешнĕ, тет те, пĕр кĕпер орлă каçса каяççĕ, тет. Çав кĕпер айĕнчех пĕр сив-чирлĕ çын, вăрăсенчен хăраса пытаннăскер, ларать, тет. Сив-чирсем хăйсем çынсене асаплантарни çинчен талпасланса пыраççĕ, тет. Эпĕ çын ăшне пăтăпа пĕрле малтанхи кашăкра кĕрсе каятăп, тесе калать, тет, пĕри. Ыттисем мĕн каланине илтимарĕ, тет. Кайран киле тавăрăнсан, арăмне часрах пăтă пĕçерттерчĕ, тет те, апат çиме ларнă чох такмак илсе ларчĕ, тет. Онтан малтанхи кашăкне ăсса тоти патне илсе пычĕ, тет те, часрах такмака яра пачĕ, тет, пăттине; вара такмакне хытă шатăртаттарса çыха хочĕ, тет. Çав такмакра сив-чир халь те полин коптăртаттарать, тет. Çапла ĕнтĕ сив-чир халĕ вонпĕр анчах йолнă, тет). См. сив тытни.

сив-чир

куракĕ, назв. раст., achillta millefolium. Hюш-к. Сив-чир курĕк пирĕн Ел-кӳл хĕрĕнче ӳсет. Унăн туни ытти курăк туни пек мар, пысăк, çăвăлчи шăхран-пуç çăвăлчи пек. П. И. Орл., Д. C. Серг. Сив-чир курĕк; уна хуран çинче вĕретсе ĕçес пулать. (Сеntaurea Jacea). Ст. Чек. Сивĕ-чир курăкĕ. Аgrimonia Eupatoria. Сивĕ-чиртен вĕретсе ĕçеççĕ. Ăна тĕпĕпе татаççĕ. Сивĕ-чир курăкне пĕр тымарлине кăлараççĕ, виççĕлине кăлараççĕ, иккĕлине кăлармаççĕ.

сивле

холодный; неприветливый. Ядр. Сивле куç, холодные глаза. || Лихорадка. Тюрл. ЧС. Пĕрре çав хĕр пит йывăр сивлепе чирлерĕ. Ăна кайран пĕр кунтах çичшер хут тыта пуçларĕ. Çавăнпа çав хĕр нимĕн тăва пĕлмесĕр пит тарăхатьчĕ. Шурăм-п. Сивле тытать пулсассăн, арăмутине вĕретсе ĕç (армути шывне), иртет. Сред. Юм. Она сивле халтăртаттарат. (Говорят о том человеке, которого треплет лихорадка).

сик

(сик, Пшкрт: свк), прыгать. N. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн. Сызр. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчен çĕнĕ урата хурайĕç. Ст.Чек. Тек сиксе çӳретчĕ-ха, халь сапăрланнă. Все хвастался, а теперь, небось, присмирел. Якейк. † Сик, сик (пляши) хора лаша, пире ыр çын хĕр памаçт. Ск. и пред. 76. Маттур пуса-каччисем вăйран тухса сикеççĕ. N. Тăвар сикет. Соль лопается на огне. N. Хам шăнса кайнă та (озябла), сиксе чĕтретĕп. N. Шăнса сиксе чĕтреççĕ. Беседа. Алли-урисем те сиксе чĕтреççĕ. Пазух. Çакă туйăн варринче, хитре хĕрсем хушшинче, сиксе юрлать туй ачи. N. † Эпир сиксе çупнă чух силленеттĕр маччисем. АПП. Карта сикен лаши пур. ТММ. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вутă татни). Ау 29°. Суккăр автан сиксе авăтат. (Вăл та пулин пуртă). N. Коçсăр алтан сиксе авăтĕ. (Портă). Орау. Мур йытти, сиксех вĕрет! Юрк. † Куку сиксе авăтат йĕлме йывăçĕ тăрринче. Ала 73. † Куккук сиксе авăтат, йĕлме йывăç янăрать. || Двинуться с места. К.-Кушки. Ау 18°. Тухтăрсем каларĕç, тет: санăн хăраса чĕрӳ вырăнтан сикнĕ, терĕç, тет. Курм. Хам патарах сик (подвинься). N. Тарçи, кансĕрлес мар тесе, тек сиксе пырать (продолжает пересаживаться), тет; хуçи саваласа пырать, тет. Ашшĕ-амăшне. Вăл çапла пĕр сикмесĕр ларнă. Истор. Пĕр сăмах каласах темĕн тĕрлĕ вăйлă кайăксене вырăнтан сикейми тунă. N. Эп сикмерĕм. Я не подвинулся. || Вывихнуться. Изамб. Т. Ман алă сикрĕ. Трхбл. Хĕне-хĕне ал сыпписем сиксе пĕтрĕç. Бил до того, что все руки отбил. Якейк. Тăпра нумай йăтса ман пилĕк сикрĕ. N. Вăл мана: пĕр-пĕр япалу сикмен-и? тесе ыйтрĕ. Эпĕ ăна: сулахай алă ыратать, терĕм. || Падать. N. Шу сикет, шыв сиксе йохать (водопадик). В разн. говорах: сикекен шу. См. лок-лок, локкит. Лашм. † Пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат, сиксе юхан çурхи шывсем пек. Якейк. Улма йăвăççинчен улми сикмест, теççĕ. (Послов.). || Трещать; издавать треск. Собр. Вилнĕ çын чĕрине касса, пурт кĕтессине чиксессĕн, пӳрткĕтесси сикекен пулать, теççĕ. НАК. Кĕтессине никĕс айне вилнĕ çын чĕрнине хурсассăн, çав кĕтес сикекен (шартлакан) пулать, теççĕ. Çавăнпа чăвашсем пӳрт туртнă çĕре пули-пулми çынпа ача-пăчасене ярсах каймаççĕ. || Трескаться. Альш. † Самартан илнĕ сарă арча, çиччĕ тапрăм — сикмерĕ (не треснул). N. Шăнса çитнĕ çĕр сикет. || Взорваться. В. Олг. Вот тиертсе тохнă, час сиксе тохса каймас. || Быть пропущенным. N. Пĕр сăмах сиксе юлнипе, пĕтĕмпех çĕнĕрен çырмалла пулчĕ. Из-за пропуска одного слова, пришлось вновь все переписывать. || Проходить. ЧП. Аслă вăрманта ырă йывăç, çын курмасăр кун сикмест. N. † Куç-çул тухманни кун сикмест. || Стрелять, дать выстрел. Пшкрт: тэ̆ллӓзӓ удас тӓрэ̆м т̚ӓ, маны̆н пы̆жал секмӓрэ̆, тол’кы̆ листон’ы̆ анџак пы̆т-чат! тӓрэ̆. || Заражать, переноситься, переходить. О сохр. здор. Пĕринчен тепĕрне сиксе ерекен чирсем (заразные болезни). Рук. Календ. Прокоп. Чирсем нумайĕшĕ пĕр çынтан тепĕр çынна сикеççĕ. СВТ. Шатра чирĕ çынтан çынна сикет. N. Усал пурăнăç пĕр çынтан тепĕр çынна час сикет. Баран. 46. Ăна вăл хул-пуççинчен сăхнăччĕ, Ехрим старик илсе пыраччен шыççи (опухоль) хулĕнчен мăйне, кăкăрне сикрĕ. || Гнаться, бросаться. Альш. † Каччă тарăх сикмешкĕн çĕнĕ кас хĕрĕ мар эпир. Алик. Кушак, патша çуртне кĕрсен, патша хĕрĕ тăрăх сикма тапратнă. Сунчел. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем, ах люль-люль, хĕрĕсем, качча хирĕç сикетч-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетчĕ-çке. N. † Ял-ялăнчи хĕрсем, ах лӳл-лӳл, хĕрсем, каччи хирĕç сикет-ĕçке; хамăр ялсан хĕрĕсем уява хирĕç сикетĕ-çке. || Итти в случку. Кан. Ĕнесем çине сикмест. || Плескаться (о крупной рыбе в воде). N. Эпĕр Атăл хĕрне пырса тăрсан, пĕр пулă хытă сикрĕ те, эпир шотсăр хытă хăрарăмăр. || Биться усиленно (о сердце). Б. Яныши. Çав Иван Павлăвăн ернипех чĕри сиксе çӳрерĕ, тет. || В перен. знач. Якейк. Ача сиксе макăрать. Плачет громко и продолжительно. Микушк. † Урама тăрăхла шурă пӳртре сарă сăмавар сиксе вĕре-çке (кипит сильно). Чеб. † Сиксе вĕрет çамрăк чун, тăвана курсан чарăнмĕ-ши (не успокоится ли при свидании с родным)? Пазух. Сăмаварсем сиксе те, ай, вĕреççĕ, чейниксене лартсан, чар(ă)наççĕ. Цив. Хĕрарăмсем пӳртре сиксе хĕрсе пир тĕртеççĕ (ткут во всю).

сиксе ил

подпрыгнуть. Баран. 43. Унтан пĕр-иккĕ тарăн юр çинче сиксе илет, татах кайри ури çине ларса каллĕ-маллĕ пăхкалама тытăнать.

сиксе ӳк

перепрыгнуть, переброситься. Баран. 126. Тилĕ — хытă чупать. Вăл пит аякка сике-сике ӳкет. Орау. Пĕр луткă çинчен тепĕр луткă çине сиксе ӳкрĕ (перепрыгнул). КАЯ. Эпĕ ниçта кайса кĕримасăр, шари-шари!.. макăратăп, атте çапнă майпе пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сике-сике ӳкетĕп. Ачач 98. Чуман кĕсре, кайри урисем çине тĕрекленсе, сухапуç туртисем-мĕнĕпех çӳлелле сиксе ӳкме тăрать. ТХКА 78. Вăрăсен лаши каялла сиксе ӳкрĕ, тет те, нимпе те малалла каймасть, тет. Толст. Лешĕ хӳрине хĕстерсе аяккинелле сиксе ӳкрĕ. || Перебрасываться, быстро переходить с места на место. См. йăлт-ялт. Баран. 125. Юр çăвиччен йĕннине кĕрсе ĕлкĕреймесен, йĕнни патне аякри тĕм çинчен сиксе ӳкет (медведь). || Вздрагивать. Баран. 46. Ача аташа пуçлать, сике-сике ӳкет; ик кунтан вилет те (после укуса гадюки). || Перекинуться, переметнуться, переброситься (об огне во время пожара). Якейк. Вот йонашар кил çине сиксе ӳкрĕ. Пожар перешел на соседний дом. Т. IV. 14. Авăн хурсан, сиксе ӳкесрен эсĕ упра, эсĕ сыхла. || Вылететь (о горячем угольке из печки). Собр. Кăмакаран вутă сиксе ӳксен, усал çын килет, теççĕ. (Послов.).

сиктер

понуд. ф. от гл. сик. Кан. Этем тӳсмелле мар хаяр аслати пырса çапнă пек çапса, пире ура çине сиктерсе тăратрĕ (заставил нас вскочить на ноги). Орау. Ма ăна тапса сиктермеççĕ-ши? Почему его не вышибут отсюда (напр., с должности). Юрк. † Виççĕн виçĕ улмине татса илĕпĕр, пĕр çĕлĕк çине ярса сиктерĕпĕр, хăшăмăра тухĕ каймашкăн; аслă пăратăн шăпи сиксе тухрĕ. Ib. Çитмĕл пус тенке кам сиктерет? — Тури хуçа сиктерет. Тури хуçана кам сиктерет? — Çумĕнчи майри сиктерет. Çумĕнчи майрине кам сиктерет? — Пылпа кулаç сиктерет. || Двигать, шевелить. ЧП. Ак çак хĕрсем пит... куçне-пуçне сиктерет (глаза так и бегают). ЧП. Куçна ан сиктер. N. Пурнине те вырăнтан сиктереймен. Янтик. Качи-пӳрнене сиктерсенех вупăр каять, тет. Альш. Ку хĕр урине сиктерет те, пĕрчи хурчăка пулса, автана пырса вĕлернĕ. N. Юр çинче пĕр вырантан сиктермесĕр тавлăкшар тăратнă. || Качать (ребенка). Байгул. Тата пĕр маях пӳртре йăмăкăма сиктерсе ларма хушатьчĕç. || Вывихнуть. N. Пĕр хĕр çавăнта ӳксе аллине сыппине сиктернĕ (вывихнула). Якейк. Ах, ача, эпĕ паян тăпра нумай йăтса пилĕке сиктертĕм. || Пустить сильной струей. Çамр. Хр. Крантран тăрук шыв сиктерсе (пустив). || Пускать вскачь. С. Айб. † Укăлчаран тухрăм, ут сиктертĕм; çырла çеçки пуррине пĕлнĕ пулсан, кирлĕ марччĕ ут сиктерме. В. С. Разум. † Яш çын каять утпала, йăлтти-йăлтти сиктерсе. Ib. Пĕр çамрăк полковник нумай шухăшласа тăман, çăмăл ăслăскер, касаксем хыççăн сиктере панă. Ала 65. † Пĕчĕк çырма сулхăн шыв, ахаль ан каç — ут сиктер; Лашман ялин арăмсене сăмах ан пар (не позволяй рассуждать) — тап-сиктер. || Выпалить (из ружья). Изамб. Т. Унччен те пулмарĕ, ик-виç пăшалтан харăс (вдруг) сиктерчĕçĕ (печĕçĕ). || Пропустить (время). КС. Çак йывăçăн улми çул сиктерсе пулать (через год, т. е. раз в два года). N. Пĕр кун сиктермесĕр, не пропуская ни одного дня. N. Кун сиктерсе, е икĕ кун сиктерсе шăнтать пулсан (лихорадка), выльăх лекĕрне кăтартас пулать (лошадь). ТТМ. Çавăн пек ачасене ашшĕ-амăшсем школа каймасăр кун сиктерсе хăварнăшăн пĕре те хăтăрмаççĕ. N. Кашнă кун ирхине те, каçхине те пĕр сиктермесĕр пирĕн пата пыратчĕ. N. Эрне сиктерсе тăваççĕ çавна. Аттик. Çав кӳлле пĕр-пĕр çул памасăр (жертву) сиктерсе хăварсассăн, çăмăр кăлармасăр çĕре типĕтсе хăртса ярăть. || Пропускать. N. Пĕр сăмах сиктерсе хăвармасăр вуласа кăтартнă. || Обойти, пропустить, миновать. Юрк. Унта юнашар ларакан кӳрши юлташне, хăнине, эрех ĕçмен çынна ĕçтермесĕр сиктерсе хăварнă пек, ялан ĕçтермесĕр сиктерсе хăвараççĕ (минуют, обносят при угощении). || Переносить (здание на другое место) || Перевести (с одного места на другое). Сенчук. Атте мана каларĕ: ачам, лашăсене кайса сиктер-ха, терĕ. Ib. Унтан ытти лашасене те сиктертĕм. || Встряхивать, перетряхивать (солому). Якейк. Авăн аштарнă чохне олăм сиктереççĕ (перетряхивают вилами яровую солому). Изамб. Т. Вара кĕреплепе çиелтен хăпарнă улăмне сиктерсе илме пуçлаççĕ (встряхивают и убирают). Ib. Улăма улăм сеникĕпе сиктереççĕ (перетряхивают). || Тревожить. Ск. и пред. 16. Эсир унта кулянни, пирĕн чуна сиктерет (тревожит). || Подозревать (в чем). Сред. Юм. Ăна вăрăпа сиктереççĕ (подозревают в воровстве). || Случать. N. Кĕсрене сиктер. || Ходить (в игре в шашки). Янш. Норв.

сиктерĕш

водопад. Зап. ВНО. Сиктерĕш (Ядр. у.), кĕрленкĕ (Буинск. у.), водопад. Синерь. Сиктер(ĕ)ш, водопад в Алик. р. на востоке от дер. Синерь, километрах в 3-х. Вышина водопада приблизительно 6 метров. N. Сиктерĕш вăрман хĕринче, „Чукалта“ (вăл Кӳпешнепе Сиктерĕш хушшинче). Кӳпешне — уй ячĕ, „Чукал“ тесе варĕпе (улăхне) çутне анчах калаç: „Чукал варĕ“, „Чукал çучĕ“. Ăвăсне „Кĕпешне ăвăс“ титчĕç. Халь ăнта пĕр ăвăс та çук, хăртрĕç. Лявасем касрĕç халăхран исе. Вăл вырăн Ехремкасси хыçнелле, Татмăш тĕлĕнче, кунтан çур çухрăм çурă пулать пулмалла, Упа-çырми хĕрĕнче.

сиктĕрме

шест у зыбки. Изамб. Т. Сиктĕрме — сăпка çакакан йывăç. Юрк. Сиктĕрме унки; сиктĕрме кантри. Пазух. Ача кăмăлне килсессĕн, атте кĕлет — хыр кĕлет, хырă кĕлетре сиктĕрме, сиктĕрмере сикейĕн. Альш. Пĕчĕккеççе Татяна, сикет ларать маччана. (Сиктĕрме). Ib. † Урттăш йăвăç сиктĕрми, улма йывăç пĕкечи (у зыбки). Ст. Шаймурз. † Утмăл-çитмĕл сиктĕрмерен, уйрăм сиктертĕм эпĕ пĕрне. Чуратч. Ц. Сиктĕр-сиктĕр сиктĕрме, пĕр сиктерсе ярăтăм; хамăр савни сар ача, пĕр сиктерех илĕтĕм. || Рессора, качалка. ЧП. Малти урапи сиктĕрме. СПВВ. Урапа сиктĕрми. || Переносно — нрав, характер. К.-Кушки. † Сиктĕр-сиктĕр сиктĕрме, сан сиктĕрĕшне (характер, нрав) кам пĕлмес? См. сиктерме.

сиктермелĕ

или сиктĕрмеллĕ, с рессорами, рессорный. Хурамал. † Тимĕрлĕ пĕр çуна сиктĕрмеллĕ, сиктерер-и урам тăршĕне.

сиктĕрмелле

назв. игры. СТИК. Сиктĕрмелле выля = пĕр-пĕр пĕрене çине урлă хăма хурсан, сиктерсен, пулат.

сикчĕлĕ

сикчĕллĕ, с перескочкой (о нитке в холсте, о зернах в колосе). Тюрл. КС. Вĕрене сикчĕллĕ явнă (неровно). Ib. Кăçал тырă пучаххисем сикчĕллĕ (не во всех глазках имеются зерна). Шорк. Пир сикчĕллĕ пулать, тĕртнĕ чухне: çип сикрĕ, теççĕ. Ib. Ыраш пучахĕ сикчĕллĕ пулать, пĕр-ик-виçĕ пĕрчĕ пур, тепĕр пĕрчи çук. Орау. Ыраш пучахĕсем кăçал ытла сикчĕллĕ, ыраш нуммай тухас çук. Чертаг. Сикчĕллĕ (пучах). Чертаг. Ик сикчĕллĕ. || С прогалами, с плешинами. Емелкке-Т. Пĕлтĕр тырăсем сикчĕлĕ пулнăччĕ. В прошлом году хлеба были с прогалами, с плешинами.

силле

(силлэ), угощать. Хурамал. См. сăйла. Юрк. Кил-хуççийĕ паллă хăнана пынă çынна тытăнат силлеме. Апат тăвас умĕн эрехне те çителĕклĕ астивсе пăхаççĕ. Ib. Кил-хуçийĕ тытăнат кĕсене силлеме: пуставĕнчен пĕр савăт эрехне те туртса кăларат. Ib. † Атте-анне пур чухне чунсене силлеме пит лайăх. Ib. † Хамăр тăван лайăх чун силлеме. Альш. Хăнасене силлеме Чĕмпĕртен эрех илеççĕ. Ib. Силлеççĕ юлашкинчен ку хăнасене. Ib. † Хура курка, прака шыв, силлерĕмĕр Кашана. Ib. Татах, йыхравçа силленçи (под предлогом угощения пригласителя) пулса, хăйсем силленеççĕ Елшелсем. Ib. † Хамăр тăван пулмасан, ăçта силлĕпĕр-ши ку чуна? Изамб. Т. Евчĕ кăсене силлеме пуçлат. Ib. Хăнана силлени. Н. Седяк. Йĕтес силлекенсем (сăйлакансем) ак çапла тăваççĕ. Бюрг. † Кил, силлесех юлар-и чунсене хамăрăнах тăвансем сыв чухне. СПВВ. † Çак тăвансем патне килмен пулсан, силлеймĕттĕмĕр эпир чунсене. Ib. † Тăвансем пур чухне пире чунсем силлеме пит лайăх. || В перен. смысле. N. Парăмне парас вырăнне йĕрмĕшсе калаçнă сăмахĕ-юмахĕпе силлет.

силле

(силлэ), трясти, качать (дерево), встряхивать (одежду). Изамб. Т. Унтан пĕр савăт çине хутаçран силлесе тăвар ярса çăраççĕ. Ib. Унти (т. е. сĕрекери) пулăсене силлесе илеççĕ. N. Тăприне, ĕçе илсе кайнă чухне, атă кунчисем ăшĕнче илсе тухса, ăрама силлетĕп. Янгильд. Микихвăр салтак тотăра кĕсияран кăларса силлесе кăтартрĕ те, йыта йăпăлтата поçларĕ. N. Урăрти тăпрăра силлесе хăварăр. N. Патакпа тумтир силле. Альш. Сухарие нӳхрепе силлесе пăрахат. N. Итем варинче вил-кĕлте силлесе пăрахнă пек выртса юлчĕç (убитые). Ст. Чек. Çил улма йывăçне силлет.

силлет

понуд. ф. от гл. силле. Ск. и пред. 34. Пăхса тăракан хĕрсене пĕр сăмах та чĕнмеççĕ, çӳçĕ хĕрри кăтрине силлетсе çеç иртеççĕ.

сим

медовый напиток. Юрк. † Сĕтелĕр çинче мĕскер пур? Вуникĕ чурхат (особая чаша для пива или меда), пĕр ступка, сирсе сирĕлми симсем пур. Ib. † Кĕрекĕрсем витĕр сим çапат, вунă пӳрнĕр витĕр мул вылят. N. † Пирĕнтен ăснă сăрине, пирĕнтен вара сим пултăр. N. Пĕр пăккинчен сим юхать, тепĕр пăккинчен пыл юхать. Собр. † Тарай тутри çине сар чашăкпа сим лартар, чĕни-чĕнми тăвансене çак симпе чĕнтерер (заставим вести беседу). Ib. † Сĕтел лартса, сим лартса, пĕр ватсăр (= ватăсăр) килĕшмест, пирĕншĕн пуçланă пичĕкĕр, пиртен вара сим пултăр, пирĕншĕн пĕçернĕ яшку-çăкăру, пиртен кайран сим юлтăр. Ib. † Улт ураллă чурхат çинче сирсе сирĕлми сим ларать. N. † Пирĕншĕн тунă сăрана, пиртен вара сим пултăр; пирĕншĕн пĕçернĕ яшкана, пиртеи вара çу пултăр. (Хĕр йĕри). Микушк. † Пирĕншĕн пуçланă пичĕкене пылпа сим тулса лартăр. Ib. Пĕр пуçĕнчен (у бочки) пыл юхать, тепĕр пуçĕнчен сим юхать. Пазух. Сирĕн пек ыр çынпа паллашмашкăн мĕн кĕçĕнтен пухнă мул кирлĕ; мулта кирлĕ, тăван, ăс та кирлĕ, сирсе сирĕлейми сим кирлĕ, сим-пылĕ-ех тутлă-и, тăван тутлă-и? сим-пылĕнчен тутлă тăвансем. ЧП. Шарт çапать те, сим тăвать (чун савни). Альш. † Сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. † Пĕр аппаçăм, пĕр йыснаçăм, кĕрекĕрсем тулĕнчен сим тумлат. Султангул. Вуникĕ кăшăллă пичĕки пур: пĕр пуçĕнчен пыл юхат, тепĕр пуçĕнчен сим юхат. Сред. Юм. † Атте нӳхреп — чул нӳхреп, пĕр хĕрĕнчен сим юхать, тепĕр хĕрĕнчен пыл юхать. Рак. † Çакăях та тăвансем патне халь килсессĕн, çамрăк пуçăм ӳкрĕ сим çине.

сим-пыл

медовый напиток. Бугульм. Пĕр пăккинчен сим-пыл юхать, тепĕринчен йӳç-пыл юхать. N. Сим-пылпа тутлă шерепет хушшинче ылтăн тиркĕ ларать. Такмак. Вăл ултă уралă сĕтел çинче: пĕр пуçĕнче сирсе сирĕлми сим-пыл ларат, тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат. С. Алг. Ултă эрнере ултă пасманаран сăра тунă иккен, вăл йӳçĕ сим-пыла тухнă иккен. N. Нӳхрепре пичетлесе хунă пичĕке пур иккен, пичĕки хĕрĕх кăшăллă, икĕ пăкăллă, тет; пĕр пăккинчен сим-пыл юхат, тепĕр пăккинчен тутлă шерпет юхат. Сим-пылне ĕçсен, ӳсĕр пулмалла, тутлă шерпетне ĕçсен, тутлă калаçмалла. См. сымпыл, син-пыл.

симен-кун

симен кунĕ, назв. праздника (1 сентября по ст. ст.). Изамб. Т. Бур. † Тимĕр тукун урапа Симен-кунччен анчах вăл. Сред. Юм. Симен-конĕ иртсен ыраш акмаççĕ; ыраша Симен-конĕ иртсен аксассăн, начар полать, тет. (Народн. поверье). Ib. Симен-конĕ шыв ĕçмесен, хĕлле сивве шăнмас, тет. (То же). Ib. Симен-конĕ иртсен, çăл шывĕ ăшăнать, йохса кӳленсе тăракан шывсĕм, тар(а)сари шывсĕм сивĕнеççĕ, тет. Календ. 1903. Ĕнисем çăварнире пăрулаççĕ те, Симĕн-кунĕнче сума пăрахаççĕ. СТИК. Симен-кунче шыва пĕр татăк пăр ярат, тет. (Означает начало осени, холод). Нюш-к. Симен-кун иртсен аслати авăтсан, кĕр вăрăм килет, тет.

Синкер

(сингэр), несчастье, неожиданность, беда. Ст. Чек. Синкер, несчастье, беда; человек, всюду приносящий зло, беду. Ib. Кай кунтан, синкер! (Говорят, напр., мальчику, который что-нибудь натворит, набелокурит). Ib. Синкере никам та кĕтсе тăмас. Никто не желает худого. Альш. Ну эпĕ пӳлмерен тухрăм та, пĕр катăк çу кĕсьене чикрĕм те, кĕлет алăкне туртатăп. Ак, синкер, кĕлет алăкĕ уçăлмас. СПВВ. Синкер: темĕнле синкер (несчастье, беда) çакланасси пур халь. Хорачка. Мана темĕскер синкер (несчастье) полчă. Бур. Çăхан ял урлă кăшкăрса иртсен, синкер пулат, теççĕ. N. Енчен сана пĕр-пĕр синкер вăрăнас пулсассăн. Пшкрт. Апла тусан йорамă, пĕр-пĕр синкер польă. Кратк. расск. 17. Çул çинче темĕн пулас, темĕн килес, темĕнле синкер çакланас пур, тесе, ытти ывăлĕсемпе яман ăна. Ib. 19. Сирĕнпе пĕрле кайнă чухне, çул çинче ăна пĕр-пĕр синкер мĕн ленксе, вăл вилес пулсассăн, эпĕ вара ватăлмалăх кунăмра йĕре-йĕрех вилĕп. Четыре пути. Пиллĕке çитсен, тем синкер лекетчĕ те, сасартăк вилетчĕç. М. Яльчики. Синкер кĕчĕ çурта (несчастье). Сиктер. Курас синкертен, пăрăнтан, выçлăхран сыхласа витсе тăр! (Моленье от града). Юрк. Хăш чухне тата туррăн синкерĕ („наказанье божье“) те пулат, пăр та çапат (градобитие), тет. Ib. Ку синкертен епле кăна хăтăлар-ши? N. Синкер айăпне каçарăр. См. Прокоп. „Прохожд. в землян. ворота“, || Заразная болезнь. СПВВ. ФИ. Синкер — пĕр çын çинчен тепĕр çын çине сикекен чир. || Страшняя вещь. Изамб. Т. Эпĕ синкер куртăм. Я видел страшную вещь. Тайба-Т. Çак пӳртре пĕр синкер. (Шăпăр). || Назв. божества. Хурамал. Альш. Турă синкерне путек. Рекеев. Синкер ернĕ. См. Магн. М. 63, 64, 69, 113. || Укрепление. Мункачи 40.

синкер-сехмет

назв. злого духа. СПВВ. ЕС. Пĕр-пĕр çурт вырăнĕнче çурт-йĕр, выльăх-чĕрлĕх, çын тăмасан, вилсе пĕтсен, вăл вырăна синкер-сехмет ернĕ, теççĕ.

сиплĕх

польза, исцеление, целебное свойство. Тюрл. Сиплĕх полчĕ-и? Полегче стало ли? — Сиплĕх полмарĕ. N. Тăвар сиплĕхĕпе усал шывăн сиенне пĕтернĕ. Трхбл. Турăран ырăлăх пултăр, этемрен сиплĕх пултăр. (Из моленья). Никит. Анчах сиплĕх нимрен те мана пĕр те пулмарĕ. N. Шанчăклă тус вăл — пурăнăç сиплĕхĕ.

сипет

(-бэт), польза. Сред. Юм. Паçăр ĕçни пĕр те сипете кĕмерĕ пôлас, каллах ĕçес килет. СПВВ. ТМ. Сипетлĕ; пĕр-пĕр çын чирлесен, ăна имçам ĕçтереççĕ те, вăл чĕрĕлсен: ăна ку имçам сипете килчĕ, теççĕ. || N. Сипет (о женщине).

сир

(сир), снимать; раздвигать. КС. Вăл капан çинчи улăма ма сирсе пăраххăрăр (сбросили, раздвинули). N. Кĕлет тӳпине сирчĕç те, мана вĕренпе çыхса кĕлете антарса ячĕç. Орау. Тимĕрпе витнĕ кĕлет çине çав кĕркуннехи çил пĕр енне пĕтĕмпех сирсе тавăрса пăрахрĕ, çапах та тимĕрĕ пăсăлман, хут пек анчах хутланса ӳкнĕ (согнулось, упало). Чуратч. Б. Ку упăтесем пӳрт маччине сиреç те, Яхуте çине пысăк арман чулĕ яраççĕ. Пир. Ял. Хресчен пӳрт лартас пулсан, аялти çеремне сирмесĕрех лартать. N. Вара пырăп та, ури вĕçĕнчи тумтирне сирсе выртăп. N. † Хăнтăр пур иккенне пĕлнĕ пулсан, пăрĕсене сирсе ĕçес мĕн. N. Мăйракипе сирсен (вар. шăйăрсан) — çул тăват, чĕрнипе пуссан — йĕр тăват. Шибач. Сир, раздвигать (хлеб на полу). Пшкрт. Йӳçсене сирсе токрăм. Сунч. Вĕлтĕрен тăрри сирекен. Изамб. Т. † Вăрман хĕрри тĕтрелĕ, тĕтрисене сирме çил пур. Туй. Вăл ултă уралă сĕтел çинче, пĕр пуçĕнче сирсе сирĕлми сим-пыл ларать. (Сирсе сирĕлми кăпăклă сăра, пенистое пиво). Нюш-к. Ывăсне сиртĕм те, алла хурана чиксе ятăм, тет. N. † Сирĕн кĕрекĕрсем çинче мĕн вылят? Сирсе сирĕлми пыл вылят. К.-Кушки. Чӳрече чаршавĕсене сир. Раззанавесь окно. || Отстранить. N. Халăха тупăкран кăшт сиресшĕн патша халăх хушшине ылттăнпа кĕмĕл пăрахма хушнă. Капк. Ах тур, усалла сир! тенĕ Якку шикленсе. N. Турă кăна сиртĕр ĕнтĕ ӳлĕмрен усал курма. (Из моленья). N. Турă, усалла сирех! Не дай бог! Т. VI. 35. Эсĕ хирти тырă-пулла сыхласă сир, çумăр вăхăтĕнче çумăр пар, сывлăм вăхăтĕнче сывлăм пар, çырлах. (Учук). || В перен. смысле. Чăв. й. пур, 9. Тепле айăплă çынна та, унăн айăпне сирме хĕтленнĕ. N. Кĕрӳшĕ салтака каймалла пек пулсан та, ун çинчен сирет (говорит, что не ему итти). N. Йĕркесĕр ĕçĕмсене ман çинчен сирсе ил.

сирĕл

раздвигаться, расходиться. Халапсем 19. Леш шуйтанĕсем каллех тĕрлĕ-тĕрлĕ саланса, сирĕлсе пĕтсен. N. Лешсен çарĕ вăл çапла касса тухса кайнă чух хăраса ик енелле сирĕлсе анчах юлнă. Орау. Шăнасем пек, пĕр çĕртен сирĕлсе кайсан, каллех тепĕр çĕре пухăнаççĕ. || Сторониться. Сред. Юм. КС. Таптать, таптать, сирлĕр! тиççĕ пасарта. Сборн. по мед. Усал чирлĕ çынсене вăл вăхăтра курайми пулаççĕ, вĕсенчен хăраççĕ; пăрăнса сирĕлсе çӳреме тăрăшаççĕ. || Исчезнуть. N. Ун куçĕ умĕнчен сирĕлнĕ вара. Аттик. Халăх: ку инкек-синкек сирĕлсе кайми-ха (не прекратится ли), тесе, пĕр эрне пурăнчĕç, иккĕ те пурăнчĕç. || Выведриваться. Тюрл. Çăмăр çума хытланатьчĕ, сирĕлсе карĕ. || В перен. смысле. N. Хăçан пирĕн çинчен патша хуйхи сирĕлĕ-ши?

сисĕм

(-зэ̆м), чутье, чувство. N. Пĕр тĕрлĕ ĕçсемпе тепĕр тĕрлĕ ĕçсене уйăрма этемĕн сисĕм пур. Беседа. Этемĕн чĕре пур, сисĕм пур.

сиччу

неизв. сл. в заумной песне. Собр. † Сиччу-сиччу, сăрка сăрка, сăрка касси, вуник салма пĕр яшкара, çин-çин ути, çин ути, Хурăн-çарăн пуç тирек, Якурккаçăм, хăтаçăм, хĕрме илсе кайрĕ те, каялла кӳрсе хăвармарĕ.

су

неизв. сл. Кума-к. Хĕрĕх те пĕр су юмахи яр, тесе калать, тет тукмака.

суй

сой, лгать. Шибач. Вара сут турĕç: икĕ кĕрӳшне касрĕç те пăрахрĕç çол тваткалне сойнăшăн. Ст. Чек. Суяс, обманывать. Тип-Сирма. Çапла вырăс майрине (жену) пĕр пасартан суйса хăварнă.

суеç

суеçĕ (-з'э̆), суеççĕ, ложь, обман. Вино-яд. Суеççӳ малтан пырать, çавăнпа санă курайман çын та нумай пулать. Конст. чăв. Вара манăн суеççĕм пĕтĕмпех сиелле тухать (обнаружится). || Лжец. Карамыш. Суеç, врун. Сред. Юм. Суеççĕ; так называют того, кто все врет. Тюрл. Суеççĕ, хвастун. Юрк. Эх, суеççĕ, суеççĕ! Сана суеççĕ тесе ахалех каламан. Ск. и пред. 10. Ăслă суеççĕ, мудрый лжец. || Прозвище. Чăв. й. пур. З4. Кушкăра пĕр Хĕветĕр ятлă çын пур, ăна Суеççĕ Хĕветĕрĕ теççĕ.

суйла

выбирать (что). Сунт. Хватей!— тесе чĕнсе илчĕ ăна алкум вĕçĕнче халь анчах вăрмантан пуçтарса килнĕ икеле алсăн такани (См. авăсăм такани) çинче суйласа ларакан арăмĕ. Сред. Юм. † Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç; пирĕн пек çамрăк ачасене ӳснĕ-ӳсмен суйларĕç. Янтик. † Хура вăрман урлă каçнă чух хушрĕç хурăн çӳлçи суйлама. Синьял. † Путек-сурăха ятăм сат пахчине ухлĕм-курăк суйлама. || Юрк. Суйлаканни (пир тĕртекен тавраш). Богдашк. † Çиччĕ хĕçĕ çип суйлат, начар каччă хĕр суйлат. || Выбирать (кого). Пазух. Сĕтеллĕрсем хушшинчи тăвансене шурă хут çине çырса та суйланă. N. Сирĕн ăна пăхăнас килмесен, кама пăхăнассине халĕ суйласа хурăр. || Считать, пересчитать. N. Вăл пĕр чĕнмесĕр, именмесĕр аяк шăммисене суйлĕ.

суккăр

слепой. Трхбл. Суккăр хĕр урайĕнчен йĕп тупнă. (Ăнсăртран, шыраман çĕртен, япала тупнине пĕлтерет). Ib. Суккăра туя тыттарнă пек... Изамб. Т. Тăваттăмăш çулта ку пĕр суккăрскер арăм илсе ячĕ. N. Тĕм-суккăр, совершенно слепой.

сукмак

тропинка. СПВВ. ГЕ. Сукмак = утма çул. || След. Пазух. Хирте тилĕ сукмакĕ, вăрманта сысна сукмакĕ. Хурамал. Кашкăр сукмакĕ, куян сукмакĕ. Кан. Ортякков вара Ваççили Йăванч патне çӳресе сукмак турĕ. || Смысл. Начерт. 151. N. Чакакăн пĕр сăвă, ухмаха пĕр сукмак, теççĕ. (Послов). СТИК. Ун хăй сукмакех! Он все свое. || Б. Крышки. Сукмакпа шуçрĕ. Ушла украдкой. Ib. Сукмакпа шуçтарать. Непременно уйдет (украдкой?).

сул

сол, махать. ЧП. Сылтăм аллупа сулса юл (вслед за уезжающим). N. Вăл мана нимĕн те каламарĕ, пуçне кăна сулчĕ. N. Кăшт сулнипе пурне те тытса тăракан. N. Пĕр хыçĕпе сулнă та, виçĕ пуçне те татнă. Кан. Танюк аллисене мĕн курăнми пуличченех ял енелле сулса, илемлĕ юрăсем шăратса карĕ. Шорк. Вăл ăна çапасшăн патаккипе солса ячĕ. Питĕ солăмлă тивретрĕ. Пшкрт. Алă сол, махнуть рукой. || Ссылаться. N. Санран ыйтсан, эсĕ те хăвăн чăлаху (увечье) çине сулса: эпĕ пахчана кĕме пултараймастăп, те. || Удалить, отстранить. КС. Ун чирне сулса ярас (отстранить, удалить болезнь). || Качать, баюкать. Якейк. † Макăракан ачине солса яма килтĕмĕр, какалакан чăххине сĕлĕ сапма килтĕмĕр. || Раскладывать, накладывать. Истор. Олег вĕсене темĕн тĕрлĕ пысăк куланай сулса хăварнă. Орау. Халăх çине сулса янă (хăй çинчен халăх çине пăрса янă) парăмне. Сделал так, что его долг разложили на народ. N. Сутăн илекен япаласем çине, ют патшалăхран илекен таварсем çине сулса яракан укçасем (косвенные налоги). Трхбл. Кĕпер тума ята çирĕмшер пус сулса янă. На устройство моста на душу наложили по 20 коп. См. сулăм. || Наговаривать, заколдовывать. Альш. Вĕсем (чăн-чăвашсем) ку укçасене темĕн-темĕн кала-кала хăвараççĕ, тет. Ку хальхи чăвашсем пыраççĕ те, илсе килеççĕ вăл сулса хăварнă укçасене. Çавăнтан вара тытăнаççĕ ял çыннисем чирлеме. Могонин. Эх, киремет, эс ман хута кĕрсе çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп! тесе, киремете сулса хăварнă вара. ЧС. Сирĕн кӳршĕрен, нумаях пулмаçт, пĕр виле тухнă, тухатмăш, çавăн пумилккине пуснă пăру юнĕпе сирĕн витене кĕрсе: выльăх-чĕрлĕх пĕттĕр, тесе, сулса сирпĕтнĕ. N. Эпĕ сан çине сулам. N. Ел-пуçпе сулап. Ст. Чек. Сулнă, навожденный. N. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. || Науськивать, натравливать, колдовать. Янш.-Норв. Çавăнпа унтан (т. е. тӳркĕлли порăнакан кĕлет йышĕнчен) вĕсем тӳркĕллине сулса: тем кăтартĕ, тесе, питĕ хăраса тăраççĕ. ЧС. Эсĕ ăна валеçнĕ чухне çил-арман патĕнче Куслав Марккипе вăрçнă, вăл вара хăйĕн кĕллипе сулнă (свою киреметь натравил), тет. Изванк. Чи малтак Кукша Майра юмăç пăхма тытăнчĕ. Пăхрĕ-пăхрĕ те, ак çапла каларĕ: ах, сирĕн пурăнăç пит пăтранса кайнă; киреметсем те пĕри те çырлахман, тата пуринчен ытла сире сулнă. Эх! вăт çав сире курайман çын, епле вăл исыян киреметне йăвăрăн сулса тăрат: ав вăл епле сăмахсемпе сулса тăрат, малалла пурăнăç ан пултăр, вăсене хура çĕр витĕнтĕр, уйăх-хĕвел куртăр, хура çĕр витсе илтĕр, çĕр карăнтартăр, вăсем кай-ури ури пек каялла кайччăр, çурчĕ-йĕрĕ вĕтрен тăрри пек кĕл пулса вĕçсе кайтăр, сыпăкран сыпăк пĕтсе пыччăр. Выльăхне-чĕрлĕхне çĕлен-калта ертĕр; хĕрт-сорчĕ сивĕнсе вăсем патĕнчен тартăр. Вăсем çĕртен çӳле ан хăпарччăр, яла тухсан, вăсенчен ял култăр. Турă такăнтарса пытăр анчах вăсене, тесе, çĕрĕпе пĕр çаран çинче икĕ аллипе курăксене турта-турта татса: хăçан та хăçан вăсем çак эпĕ татса тăкнă курăксене сыпса çитерччĕр те, тин этем ывăлĕ-хĕрне ерччĕр, тет, терĕ. („Çĕр таврăш“). Шорк. Сулас — киремете сулас, удовлетворить киреметь. Альш. „Киремете сул“ не значит ли: направить, напустить, „накачать“ на кого киреметь. || Проклинать, желать худа. Ст. Чек. † Асăнаççĕ ырă ăшă кăмăлпа, сулаççĕ усал кăмăлпа. Ib. Ывăлусем çине ан сул (не проклинай). N. Эпĕ малашне ĕнтĕ çынна хирĕç усал сулмăп.

сулăн

размахиваться. Бес. чув. 2. Вăл ĕричак сулăнмассерен (при каждом взмахе) çавăрăна-çавăрăна пăхать те, чĕтĕрекелесе тăрать. || Клониться. Бел. Çавăн чухне ирхи апат вăхăтĕнче тухса кайнă çын пилĕк çухрăма хĕвел кăнтăрларан каçаллана сулăнсассăн тин хăнана çитмелле пулчĕ. Изамб. Т. Эпир ĕнер, кăнтăрла сулăнсан, пулла (на рыбалку) кайрăмăр. N. Кăвакăн-кăвакăн пĕлт хăпарать, кай енелле сулăнать. О земл. Йывă шăтсан, калчасем пĕр-пĕрне тăвăрлаççĕ, çĕрелле сулăнаççĕ. Якейк. Каçалла солăннă (= летом часов в 5—6, а зимою в 2—3). N. Тĕттĕм сулăннă, сумерки. || Раскатываться на раскате. Султангул. † Сĕнĕ çуна кӳлтĕм те çула тухрăм, çунамçăм сулăнчĕ те, ай, юр тулчĕ. Чураль-к. † Кӳлтĕм-тухрăм сар лаша, сикрĕ-ларчĕ сарă хĕр; сулăнкара та сулăнать, лакăмра та ларса юлать. N. † Çони солăнать солнăк енелле (по уклону раската), эпир хамăр çавнашкал, ĕçкĕ енелле солнатпăр. N. † Çырма хĕррипеле пынă чух çунам сулăнасран чунăм çук. || Слоняться. Ст. Яха-к. Шăпăрçăпа парапан çапаканнисем çук пулсан, сĕрен халăхĕ вара ахалех сулăнса çӳрет. Сĕт-к. Апат шыраса солăнса çӳреççĕ. || Направиться. Юрк. Хăйĕнĕ пур чухне кирек кам та юта сулăнас çук. Кан. Улатăр вăрманĕсенчи кашкăрсем кунталла сулăннă. Баран. 4З. Ăлавсем иртсе кяйсан, кайăк (заяц), çул урлă каçса, майĕпе анкартинелле сулăннă. N. Вут хĕлхемĕ тухса çӳлелле сулăннă пек. Изванк. Çак ача, вăл кăçал салтака сулăнтăр (чтобы ушел) тесе, тем чул ылханакансем (зложелатели) пулĕ. („Тĕп саканче пăт чӳклени“). М. Сунч. Вара, выляса чăрансан, пурте килелле сулăнаççĕ. N. † Икĕ старик орам тăрăх отаççĕ: ста ĕçкĕ, онталла солнаççĕ. Шурăм-п. Çамрăккисем килелле сулăна пуçларĕç. Вĕсем хыççăн ваттисем те кайрĕç. Альш. Кайрăм урам тăршшĕпе, сулăнтăм тăван еннелле. Сунт. Тĕрĕс, Петĕр, эс калани. Эс Хветюк патĕнче çыратăн-и? — терĕ Шикайĕвă. Петĕр Хветюксен пӳрчĕ енелле сулăннине курса. N. Упăшки калĕ: ман санпа мĕн туса ларас? эсĕ çырăва пĕлместĕн, тийĕ. Вăл (он) вара килтен тухса сулăнĕ. || Иметь желание, иметь надежду. Б. Аккоз. Сана корасса солăнманччĕ. Не надеялся увидеться о тобой. (У других скажут: сана курасса та сунманччĕ). Кн. для чт. 107. Çурисем амăшне кĕтеççĕ, кĕтсе илессĕн сулăнмаççĕ. || Шататься, качаться. N. Хурăн сулăнса кайнă (пошатнулась). Сĕт-к. Çав пачкалăка пĕкĕ пемелле: тем çĕрех солăнса карĕ. Орау. Сулăнса карĕ те, ӳкрĕ-вилчĕ. Ib. Сулăнса кайса ӳкрĕ те, çавăнтах пĕтрĕ. Зашатался и упал мертвым. Изамб. Т. Сĕве кĕпери урлă каçнă чухне кĕперĕ сулăна-сулăна каят (качается). Альш. † Пусмаран антăм — сулăнтăм, тăванăмсенчен уйăрăлтăм. (Хĕр йĕрри). Пазух. Алăкран тухăп — сулăнăп, атте-аннерен уйăрăлăп. || В перен. зн. — лишиться. N. Вăйран - халтан сулăннă. Юрк. Лаши мĕскĕн, вăйран сулăннăскер, нимĕн тума пĕлмесĕр, турта хушшинче çав пăркаланса пырат. Ау 110. Ку чысти вăйран сулăннă, тет, хăй чĕлхине кăларнă, тет, хӳрине аялалла тăснă, тет. Толст. Пĕр çухрăм пек кайсан, вăл пĕтĕмпе вăйран сулăннă, урисем тем пек сурнă. N. Енчен эсĕ сулăнса кайсассăн (если ты сбился с пути), ун çине шанчăк çук вара. Алекс. Нев. Ашшĕ-амăшĕсем, ачисем çине пăхса, вĕсемпе малашне мĕн пуласси çинчен шухăшласа, пĕтĕмпех йĕрсе сулăннă: чăнахах курайман тăшман пиртен туртса илĕ-ши вара вĕсене? тенĕ.

суллантар

(-дар), понуд. ф. от гл. суллан, качать, раскачивать. || Ворожить. N. Вара юмăç пĕр çип вĕçне çăкăр хытти çыхса суллантарма тытăнат. Сред. Юм. Сôллантарса пăх (йôмăç). Йомăç пăх тессине çапла калаççĕ. Ib. Суллантарса пăх = юмăç пăхса пăх. Етрух. Юмăçĕ уна такçанхи шăмăпа суллантарса пăхса парать. (Чăваш чирĕ).

сулланчăк

(џ̌ы̆к), раскат. || Праздношатающийся, потаскуша. Чебокс. СТИК. Сулланчăк; пысăк çитĕннĕ çын пĕр ĕçсĕр ял тăрăх унта-кунта çӳрет пулсан, ăна: çӳрет сулланса, кил шухăшĕ таçта унăн, теççĕ. Ib. Сулланчăк, мĕн тек сулланса çӳрет-ши? Кун-каçиччен пĕрре киле таврăнмасăр.

сула

сола, косяк. В. Олг. Пшкрт. Сола, косяк (чӳрече солли). СПВВ. ВА. Алăк сули, косяк двери. Якейк. Сола: алăк соли, косяк; чӳрече соли, косяк окна. Ib. Пĕр-пĕр япала пĕр-пĕр çĕре кĕмесессĕн е тохмасассăн, алăк соли кăларса кӳртеççĕ, кăлараççĕ. || Иглица у стола и двери. СПВВ. Сула; сулапа хăмасене çыпăçтараççĕ. Сред. Юм. Сôла (у двери) — алăк хăмисĕм ан уйăрăлса кайччăр тесе орлă çапакан патак. N. Сула — алăк хăмисене тытса тăракан урлă йăвăç. СПВВ. ЕХ. Сула — икĕ хăма уйăрăлса каясран, ыраса, урлă май йывăç çапаççĕ. Альш. Сула; сĕтел сули. Вута-б., Янцы-к. Сола — иглица. КС. Сула, иглица дверная. См. йĕпсе. || Шип, шпона в плотницкой работе. || Назв. части деревянного плуга. См. ака.

сулă

солă, запястье, браслет. Тораево. Çӳл ампарта (в 2-ом этаже амбара) Пинепи, чавси таран соли пур. Ст. Шаймурз. Лешĕ пĕр сулă парса янă. N. † Пирĕн аттен сакăр хĕр, сакăрĕш те сарă хĕр, чавси таран сулли пур, пурни тули çĕрри пур. Янтик. † Икĕ аллăмра икĕ кĕмĕл сулă (подобие браслета), улпутсем ытаççĕ парнене. Сред. Юм. Сôлă, браслет. Синьял. † Икĕ алăра икĕ сулă чăтмалла мар хĕстерет. Хурамал. Сулă, браслет (кĕмĕлтен, шуçран). ФИН. Пӳрнисенче çĕрĕ, аллисенче сулă. Ст. Чек. Сулă, браслет металлический. ЩС. Сулă, ожерелье на руках. СПВВ. Сулă хыврăм. || Предплечье (часть руки от локтя до кисти). Ковали. Сулă шăмми, кости предплечья. Б. Батырева. Сюрбеево-Токаево. Сулă — алă туни, алă хурси.

сулă

солă, плот. Орау. Çантах, инçех мар, пĕрене суллисем пулнă та, çанта ишсе тухнă. Якейк. Он пакки пирн хамăрн та солă туса ямалăх та пор (или: солă туса ярсан та пĕтес çок). Таких людей у нас много. Баран. 152. Çуркунне, пăр кайсанах (как только кончится ледоход), сулă хывса, шывпа антарса яраççĕ. В. Олг. Окçа çок, солапа йохма каяс полат Вастрăккăна çитиччен (до Астрахани). Пазух. Шурă Атăл хĕррине шаксем хыврăм; шаккăмсем кайрĕç сулă пулса. || Перевоз, паром. Хурамал. Пысăк шывран çурхи шыв вăхăтĕнче сулăпа каçаççĕ. Ăна кимĕсем çине хăма сарса тăваççĕ. СПВВ. ТМ. Сулă — шыв урлă каçмалли кимĕ. К.-Кушки. † Каçмăп, теттĕм, Сĕве урлă, каçарчĕç(ĕ) сулăпа. Чураль-к. † Шур Атăл пулли — шур пулă, сулă çинче сыхларăм. Альш. † Атăл çинчи шур пулла сулăпалан сыхларăм. Сĕт-к. Çорхи шупа йохтарса ямаллискерсем, пĕр сола т(ă)вас та, кайччăр! || Конопляиный плот для мочки. Сĕт-к. Ман çырта виçĕ солă йĕтĕн порччĕ, пор те йохса карĕç. Орау. Сулă антараççĕ; кантăр сулли (для мочки). Шурăм-п. Пуса Илен-кунччен ан татăр, сулăсене мăнаçи (аслати) çапать. Изамб. Т. Çапсан, Пукрава сулă-сулăпа шыва хываççĕ.

сулăла

устроить плот. N. Пĕр çулне Самар хуçи Пăла тăрăх хыр вăрманĕнчен йăвăçсам сулăласа антарма тапратнă. Шывĕ ăшăкланнипе мăн шыва юхса тухаймасăрах путса анса (путса ларса) типпе юлнă.

сулмаклă

тяжелый, увесистый. Зап. ВНО. Хурамал. Сулмаклăрах = йывăртарах; тăхлантан тимĕр сулмаклăрах. (В Орау — сулăмрах, сулăмлăрах). Изамб. Т. Патакăн пĕр пуçĕ пысăк пулсассăн, çапма сулмаклă. Бижб. † Улма йывăç сулмаклă, сулмак енне сулăнать; савнилĕ çын таçтан палă, савни енне сулăнать. МПП. Сулмаклă майăтнĕке тапратма хĕнрех.

сулхăн

(сулhы̆н), тень, прохлада, холодок; прохладный, тенистый. См. сулхăм. Янш.-Норв. † Кăçал урпа пит пулчĕ, сулхăнпала (холодок) выртăмăр. N. Уйăх сулхăнĕпе (тенью) çĕр тĕттĕмленет. К.-Кушки. Эс пĕтĕмпех сулхăнра (в тени), пуçă кăна сулхăнра мар. Ты весь в тени, только голова не в тени. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ, шăрăхра та сулхăн (прохладу) туса тăраççĕ. Ст. Шаймурз. † Атăлсем тулли, шывĕ сулхăн. Микушк. Каç сулхăнĕ — вечерняя прохлада, ир сулхăнĕ — утренняя прохлада. Ала 69°. † Хура вăрман касрăм — çул хыврăм, ут пуçĕсе (= пуçĕсене) сулхăн ӳки (= ӳкĕ-и), тесе. Ib. † Хăмăш та касрăм — хуш (= хушă) турăм, пуçа та сулхăн тăвасшăн. Пазух. И те, шанкăр уяр, ай, çил сулхăн, янтăрать-çке Хусан чул лапки. Юрк. † Шыв хĕрринче палан пиçет-çке, сулхăн çутти шыва ӳкет-çке. Ib. † Аслă улăхăн ути çук, ути пулмасан та çырли пур, çырли пулсан та тути çук, те шыв сулхăнĕпе пиçнĕрен. Сред. Юм. Сулхăн — 1) тень, падающая от предмета; 2) зонт. ЧП. Утă капан мĕлки сулхăнĕпеле. Бугульм. † Хăпартăм çӳлĕ ту çине, лартăм йывăç сулхăнне. Т. VI, 37. Каçхи сулхăнтан та, ирхи сулхăнтан та эсĕ упраса, эсĕ сир. („Чуклеме кĕлли“). ЧП. Ешĕл хурăн айĕнче утă çултăм: ута сулхăн ӳки (= ӳкĕ-и), тесе. ГТТ. Çĕр уйăх сулхăнне çаклансан, çĕр çинче хĕвел тĕттĕмленни пулать. N. † Пирĕн урам урлăшне юхат шывăн сулхăнĕ. N. † Пĕчĕкçĕ пĕр (пуçăм) çырма, сулхăн шыв, сулхăнĕнчен турă сыхлатăр, Кан. Чăтма çук хĕвел хĕртет, лашасем те сулхăналла кĕресшĕн. || Мрачный, невеселый. ЧП. Пирĕн çак тăвансем мĕшĕн сулхăн? || Зонт. СТИК. Янтик. Сулхăна пĕр, сложи зонт. Нюш-к. Сулхăн тăратса пырать. Идет, раскрыв зонт.

сума су

класть в счет, т. е. почитать, уважать. Собр. Сылтăм уринчен тытса тайăлсан: укçа ытат, тесе, ан калăр; сулакай уринчен тытса тайăлсан (того, кому кланяются), сума сумас, тесе ан калăр. СПВВ. ПВ. Сума сăвас, в счет класть. Самар. Пĕр-пĕрĕре сума суса пурăнăр. N. Ĕлĕк хăйне лешсем сума суманнине асне илсен, вĕсенĕн айван ăсĕсене ыттисене пĕлтересшĕн, хайласа калаçма тытăнчĕ, тет. Кратк. расск. Вăл ывăлĕ унăн ашшĕпе амăшне сума суман çын пулнă. Учите детей. Ашшĕ-амăшне пĕрре те сума сумарĕ. Юрк. Этем хăй арăмне хăй пеккинчен туманнине пĕлсен, пĕрте сума сăвасшăн, пăхăнасшăн мар! тет (хăй ăшĕнче). Ib. Хăйсенчен кĕçĕн çынсене, юрлисене, вĕсем пек пуласса сунмасăр, сума та сумарĕç-тĕр. Н. Якушк. † Ерехмет сума сунăшăн, ерехмет хисепленĕшĕн.

сумлă

почетный, уважаемый. Изамб. Т. А. Турх. N. Вăл пуçлăх пулма мар, ăна никам та чипер ăслă, сумлă çын вырăнне те хурас çук. || Ценный, дорогой. ППТ. Вăл вара сумлăрах сĕтел çиттипеле чылай капăртма илетчĕ, аттепеле пĕр тăван пĕр кăкшăмпа е витĕрепе сăра илетчĕ те, каятьчĕç. Ал. цв. 7. Ăшĕнче нихçан илтмен сумлă купăс сасси илтĕнет. N. Пирĕн пĕр сумлăрах кĕлет те çукчĕ-ха.

сум

сом, рубль (ассигнациями). Панклеи. Иван виççĕр сом парчĕ те (заплатил), кĕсрене илсе карĕ килнеле. Н. Шинкусы. Ик сум аллă (72) пуса яхăн. К.-Кушки. † Мĕншĕн пăхан çĕрелле, урай хăми сăватнам, суса сумне кăларас çук. Н. Седяк. Пĕр сум, пĕр тенкĕ, пĕр манит. Регули 1083. Тоттăршăн (ку тоттăра) сом патăм. Чураль-к. Шăмат пасарне кайрĕ пуль, сум та пилĕке сутрĕ пуль, унпа эрех ĕçрĕ пуль. Смирнов. Виçĕ сум аллă пус, 1 рубль. Вунă сум аллă пус, три рубля. Вунтватă сум, 4 рубля. Вун çичĕ сум аллă пус. Çирĕм пĕр сум, 6 руб.; çирĕм тăватă сум, 7 руб.; çирĕм сакăр сум, 8 руб. N. Кулачĕ сум та пилĕк те вунçичĕ пус (З5 коп.). ЩС. Сум та пиллĕк пус, 30 к. Вунă сум, З руб. Вунă сум та пилĕк пус, 2 р.

сумлăх

на... рубль(-лей), стоющий рубль. ЧП. Кĕтӳ кĕпи пĕр сумлăх. Регули 623. Постав пилĕк сомлăхĕ лайăх. N. Сакăрвунă сумлăх хут (деньги).

сум тенкĕ

четвертак. Тайба. † Тухья тăрри силленет пĕр сум тенкĕ çакманран. N. † Укçа парас пулсассăн, икĕ пуспа ан виртле, сум тенкĕне ан шелле. С. Дув. † Пире кирлĕ сум тенкĕ çамка çине çакмашкан. См. сум тенкă.

сумах

слово. См. сăмах, сомак. Синерь. Кайăкăç ним сумах та чĕнмерĕ, тет. Сĕт-к. † Çварни та лаши — янт лаша, ларатпăр та чопатпăр, хыççăн сомах килминччĕ (хорошо, если бы нас после не осудили). Ала 89. Вăсем патне кайсассăн, вăсен амăшĕ пĕр сумахсĕрех, тӳрех, хĕнеме е ятлама тытăнатьчĕ.

сун

сон, желать. Бгтр. † Ах, пус-килсем (кӳршĕсем), ял-йышăсем, усал сунса ан ярăр. (Солд. п.). N. Вĕсем мана канлĕх суннă пек калаçаççĕ. Ала 91. Эй ачамсем, ахаль каламан: ама-çори амăшĕ, тесе: мана ырă сунан çавă пурăнăçа ан куртăр. Юрк. Çав вăхăтра çынсем пурте çапла савăнса темĕн тĕрлĕ ырăлăх суннине курсан: мана капла пĕлекен çынна ырă сунманни лайăх мар, эпĕ те ăна çынсем умĕнче ырă сунам халĕ, тесе шухăшлать. Ib. Пурте хăна (тебе) усал сунĕçĕ (будут проклинать). Ал. цв. 29. Çилĕллĕ аппăшĕсем, тĕрĕс ĕçлесе тăракан тарçисем, аслă улпутсем, салтак пуçлăхĕсем — пурте каччăпа хĕре ырăлăх-сывлăх суннă. Т. VII. Эпĕ сана уншăн тем пек ырă сунăп (несказанно буду благодарить). Б. Олг. Похăнчĕ хăна, пӳрт толли; сонни (-ννиы) килчĕ пор хăна та (приехали желанные гости). Изванк. Ыр тор ыр сунтăр. (Начало моленья). В. Олг. Лаша лайăх — ларакан çок; пĕренĕк нумай — çиехен (= çиекен) çок, çиехен пор та — сонни çок; сонни (желанная) пор та — варли (-λиы) çок; варли пор та, конта килме вăтанат. Утăм. Тĕл пулмарăм сунан ĕмĕте. N. Çынна хаяр сун, желать другому зла. || Питать добрые чувства, любить. N. Халĕ ĕнтĕ вĕсем Якура хирĕç нимĕн те кăшкăрмаççĕ, анчах хĕрарăмсем сунмаççĕ. Б. Олг. Сăпаççипах аттине пере(= пире) сонса чĕннĕшĕн. Ib. Кам хорат виçĕ пус, кам мĕн чолĕ сонса парат яшка çинĕшĕн. Ib. Киле кĕртĕм (зашел) эпĕ, хорăнташсам патне каясшăн, мана парне параччĕ: пир, сонаканĕ окçа парат, пор те парат, çип те параччĕ салтака кайнăшăн. В. Олг. Эс мана сонмарăн (не почтил; не пришел в гости, будучи зван). Шибач. Сонса пар (йоратса пар). Ib. Ыр сонса (йоратса) килтĕм. С. Айб. † Мана сунакан ыр çынсем, атте-анне килне пырса кур. || Надеяться, чаять, ожидать. N. † Куриччен, курассăн сунмарăм, курсан, калаçасса та пĕлмерĕм. Бюрг. † Сарă-сарă пăри кĕлти, саланмассăнах сунчĕçĕ, саланчĕ-ĕçке, саланчĕ; телĕйсĕр-телейсĕр пуçăма, камалсăр пулĕ, терĕçĕ, кайрăм-ĕçке, кайрăм куç курман çĕре. Толст. Эпĕ ăна вĕренессе те сунмастăм (не чаяла, что научусь). Собр. † Çуратаччĕн çуратассĕн сунмарăн. Кильд. † Çĕнĕ-ах та тир, сакăр тир: çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм (не чаял). Н. Лебеж. † Ай-хай атте чунăм, анне чунăм, тупиччен тупасса сунмарăм. N. Апла çырманнисене ӳлĕмрен укçа памасса сунать. Ал. цв. 22. Малалла санăн ман патăмра пурăнассу килмесен, эпĕ сана ирĕксĕр пурăнмалла, ĕмĕр сунмалла тăвасшăн мар. N. Ярах ĕнтĕ мана, халĕ те манăн аттемпе аннем мана курасса сунмаççĕ. ЧС. Чăвашăн пĕр-пĕр çын сымарлансан мĕн тусан, мĕн çине сунма пур вара: е керемет тытнă, е вилĕ вăрăннă пулĕ, тесе, юмăç тăрăх сĕтĕрĕнсе çӳресе супаççĕ, вара. Юрк. Эпĕ санран çыру мĕн илессе сунманччĕ: епле çырса яма асна илтĕн-ши, тĕлĕнетĕп. N. Чӳркӳ праçник кон сонса карăмăр.

сунтар

(-дар), понуд. ф. от сун. N. Сана йăвăр сунтарса пĕр мăшăр тăла варна илсе килтĕм.

сунарçă

(-з'ы̆), охотник. Хурамал. Пĕр çакăн сунарçă ывăлĕ пулнă, тет. N. Пирĕн кĕлле сунарçăсем çав хăйăр тĕмисем çине хăваран хӳшĕсем туса хураççĕ. Дик. леб. 44. Сасартăк тусем хушшинче сунарçăсем (кайкçăсем) кăшкăртнă трупа сасси илтĕнсе каять. Перев. Пĕр ватă сунарçăн калаçма вĕреннĕ шăнкăрчă пулнă.

сунаска

салазки. Кильд. Тулта сунаска туртса пĕр-пĕринпе чупса выляса çӳреççĕ. См. çунашка.

сунтăх

(сунды̆х), раскат. См. сулăнчăк. Орау. Пĕри, ӳссĕр темскер, çуна çинчен пуçне усса пыратьчĕ, унтан çуни сунтăха карĕ те, пуçĕ юпапа çуна ӳречи хушшине пулчĕ, темскерле вара, çуна ӳречипе пулмалла çав, çăварне пĕр шăлта юлман, пур те ӳкнĕ. N. Сунтăх (так!) карĕ те, çуна çинчен тухрăм-ӳкрĕм.

сунчăк

сончăк (сунџ̌ы̆к, сонџ̌ы̆к), зонтик (русск.). К.-Токшик. Пĕр сончăк айĕнче тăват пиче ларать. (Сĕтел). Земледелец. Пĕрре манăн ваксала сунчăк манса юлчĕ. Хорачка, Пшкрт: зончы̆к. || Назв. зонтичных растений. N. Сунчăк тенĕ курăксем, вĕсен вĕтĕ чечекĕсем сунчăкăн-сунчăкăн пухăннă.

суп

выбиться из сил; измучиться, замаяться, уставать, утомляться. А. Турх. N. Супнă, выбился из сил (т. е. выжил из ума). Хурамал. Пĕрре пирĕн лашасем тухса кайнă та, эпĕ вĕсене шыра-шыра шалт супрăм (ывăнтăм). Ib. Лашана шыра-шыра шалт супрăм (ывăнса пĕтрĕм). Юрк. Ку çырăва кĕте-кĕте пĕтĕмпе супрăм. Ib. Çапла темĕн-тепĕр шухăшласа чысти супаттăм. Ib. Эпир ăна ташлаттараймарăмăр, курăсăн, вăл хăй пире супиччен ташлаттарччĕ. Ib. Ашшĕ-амăшĕ юратнă ачи-пăчисемшĕн йĕрсе супнă пулĕ. Баран. 29. Пĕчĕкçĕскер, кунĕпе урам тăрăх выçса супса çӳрет. СПВВ. ФИ. Супрăм, теççĕ, ĕçлесе туса саççим алăран ӳксен. СПВВ. ЕХ. Супрăм — ĕçлесе ывăнтăм. СПВВ. ИФ. Супса ларас — çывармасăр тек сулланса ларас. Тата пит ĕçлесе ывăнсан калаççĕ: ах, çав тĕрлĕ супрăм çав, урана хускатма та вăй çук, теççĕ. Альш. Ывăниччен (= супиччен) выляççĕ. N. Пирĕн çăлăнса пулас çук, эпир ĕçпех супатпăр. N. Шалт вăйран супрăмăр ĕнтĕ. N. Арăмĕ йăпатса ыйтат, тет: Иван тăр-ха, тăр-ха, кала мана, эсĕ ăçта кайса ку тĕрлĕ супса килен? Сред. Юм. Паян кôнĕпе те ларса каниман, пĕрмай ôтса çӳресе чысти сопрăм. Орау. Персе супнă, теççĕ хытă ӳсĕрĕлнĕ çынна. Ib. Айăхпах суппăрĕ. Замаялся спать. Кан. Ĕçкĕпе супса çӳренĕшĕн ятлама тытăннă. Истор. Нумайĕшĕ вăйран супса вилнĕ. Ск. и пред. чув. 20. Ватăлнипе, супнипе хăвăра хăвăр пĕтертĕр. N. Пĕр ăрăвĕ ытла ăсран кайса супа пуçланă. СПВВ. МА. Супнă — йӳтенĕ, сӳтĕлнĕ. Ib. Ай йӳтенĕ старик! || Итти, шагать до переутомления, ходить устало, плестись. Пазух. Супрăм-супрăм сукмакпа, йĕтĕн ани тĕл пултăм та, йĕрсе ларса ирттертĕм. || Свернуть, сторониться. N. Ку ачи шутсăртарах. Вăл супса иртсе кайман. Хорачка. Иккĕн херĕç полса, пĕри сопса. Шибач. Çак солпала кайсассăн, первойхи çолпалах сылтăмалла соп. Ib. Çынсам хирĕç полсан, эс малтантарах сопса тăр.

сопиях

(собиjах), бранное слово. См. супĕйăх, сопиях. Якейк. Ятлаçнă чох, çиленнĕ чох çынсам пĕр-пĕрне: сопях! теççĕ.

супăнь

сопăнь (субы̆н, собы̆н, Пшкрт: соβы̆н'), мыло. Альш. Куç супăнĕ, туалетное мыло без бумаги; лайăххи йышши супăнь (в бумажке), Орау. Алла супăньпе вараларăм (у меня руки в мыле), хăвах илсе пар. Кильд. † Супăнь çутти питĕм пур, упăшкам куçĕ пĕр каймаçт. См. сойпăн, супăн.

супка

то же, что авка, короткий промежуток времени. Орау. Пĕр супкана юрĕ = пĕр авкана юрĕ, ладно на время.

суптук

неизв. сл. N. Çакăнта, çĕрле пулсан, пĕр çын пычĕ, тет те, йĕр чарăннă тĕле çитсен: суптук! терĕ, тет те, алăк уçăлчĕ, тет; вара çав çын кĕрсе карĕ, тет, çавăнта.

сур

плевать. Б. 13. Халăх сурать — кӳлĕ тăвать, пĕччен сурать — типсех пырать. Орау. Сур ăна питĕнчен. Плюнь ему в рожу. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ сана çапла каларăм пулсан, мана эсĕ куçран сур. Юрк. Ни çăтса яраймаст, ни çăварĕнчен сурса кăлараймаст (не может выплюнуть). N. Ĕçлекенĕн алли çине турă сурман, теççĕ. (Стар. послов.). К.-Кушки. Суртăм, суртăм, ниепле те сурса тасатса кăлараймарăм. Плевал, плевал, и никак не мог проплеваться. N. Ултă кун юнлă сурса выртрăм. N. Кам çак сăмаха сире калать, куçне сурăр. N. Хĕвелçавăнăш çиять те, хуппине сурса пăрахать (выплевывает). Кан. Иртсе çӳрекенсем кăна курсан, пуçĕсене суллаççĕ те, лач! сурса пăрахса, лашисене пушăпа çапса, часрах чуптарса иртсе каяççĕ ку вырăнтан. Ядр. Сор та вĕр, наплюй. || Впитывать, пропитывать, проходить насквозь (о воде). Ст. Чек. Выртан каска шыв сурат (впитывает воду). Кр.-Чет. Ват каскана шыв сорать. (Поговорка. Так говорит старик во время выпивки среди молодежи, когда на его долю достается больше). Кудаши. Йӳçе шу сорнă (= шыв витнĕ). Ib. Çĕре шу сорнă, вода прошла насквозь, т. е. до сырого слоя. Ib. Тонтире витĕрех шу сорнă (= витĕрех кайнă). Ib. Çĕре шу ик-виç вершок сорнă. Трхбл. Йывăççа шыв сурнă. Ib. Шыв сурнă йывăç йывăр пулат, час типмес. Ядр. Шыв çĕре сорать (= витĕр каять, идет сквозь). || Выходить в виде пены из дерева (о воде, о соке). Янтик. Йывăç шыв сурать. (Говорят, когда во время колки сырых дров от удара топором выходит вода). Б. Аккоз. Хурăн шыв сурать. (Говорят, когда на месте надреза коры березы выходит сок и образуется на этом месте нечто похожее на пену). || Стрелять. Сред. Юм. Пăшал персен: пĕри сôрчĕ ĕнтĕ, тем вĕлерчĕ, теççĕ. || Ворожить, наговорить. ЧС. Алине пĕр курка шыв илсе сура пуçларĕ: хут çине пăхнă пек каласа сурса кайрĕ (старуха). Якейк. Атя-ха, инки Мария, куç чĕлхи сорма, тем полч, кĕçĕр иккĕн те çуримарăмăр. N. Алла кастартăм, тимĕр чĕлхи сур-ха часрах. N. Вăл часрах çавине пăрахать те, ватăрах çынне чĕнет аллине сурса яма. Чăвашсем 38. Е пĕсмĕлле, пĕр турă, ампрах (= ан пăрах). Амин. Пичĕкери сăрампа, хăнам-вĕрлемпе, çунатлă кайăкăмпа, хуранлă путтăмпа (= пăттăмпа) асăнатăп, суратăп. Амин. Т. VI, 29. Пĕчĕкери сăрапа, хăнам-вĕрлемпе, çунатлă кайăкăмпа, хуранлă пăттăмпа асăнатăп, суратăп. Амин. ЧС. Тата хăшĕ, аммăшĕ çимĕкре ваттисене хывнă каç: вăл ваттисене хывасси пирĕн килте малашне ан пултăр, вĕсем пичĕ çине сурам, тесе, çĕре лач! тутарса сурчĕ, тет. Ходар. Ăна (старухе, лечившей от куç ӳкни) анне пĕр пĕремĕк пачĕ те, вăл çав пĕремĕк çине ак çапла каласа сурма тапратрĕ (т. е. ворожить). Арçури. Вĕрет, çурать, пӳсмăрлать. В. Олг. Осал чĕлки сорни.

суртар

(-дар), понуд. ф. сур, давать плевать. О сохр. здор. Вăл чирпе чирленĕ çынна ахаль çĕре суртарас пулмасть, пĕр-пĕр япала çине суртарса, кайран çунтарса ярас пулать. Туперккульос 20. Сывмар çынна нихçан та пули-пулми çĕре суртарас пулмасть. || Наговорить. N. Пиншак çине сортарса пар (наговори).

сурак

копна снопов продолговатой кладки; зарод. Тогаево. † Уя тухрăм — çӳрерĕм, пĕр сурак та курмарăм. См. сурат, сăрап.

суран чирĕ

кожная болезнь, рана. N. Пĕр çын темиçе çул суран чирĕпе асапланнă.

сурат

копна снопов продолговатой четыреугольной кладки; зарод. Так кладутся на поле обычно снопы яровых хлебов. Изамб. Т. МПП. Сурат — продолговатая копна снопов (100—300 шт.). Сред. Юм. Çортырри кĕлтине, çăмăр ан йĕпеттĕр тесе, вăрăм сôрат тăваççĕ. Сôрата кĕлте пуçĕсĕне пĕр-пĕрин çине ăхтарса хорса тăваççĕ. Изамб. Т. Тулă вуник сурат ларкалат (иногда бывает). Т. VI. Хайхисем иккĕшĕ вырса сурат турĕç, тет те, килне тавăрăнчĕç, тет. N. † Айтăр, хĕрсем, хирелле, хирелле те сурат çук; ан мухтанăр, йĕкĕтсем, çĕр сум укçăр çумăрта çук. Собр. Хирте сурат тусан, сивле каят, теççĕ. (Поверье). Н. Седяк. (Кĕлтене) урапа çине тиенĕ пек купаласан, сурат теççĕ. Ст. Шаймурз. † Хĕрсем тул выраççĕ, суратне матур хураççĕ. Ib. † Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать, арăмсем сурат тăваççĕ. См. сурак, сăрап.

сурăх-ури

сорăх-ори, сурхури, сорхори (-h-), букв. — „овечья нога“. Зимний праздник молодежи, сопровождавшийся в недавнем прошлом гаданием, когда впотьмах в хлеве ловили руками за ногу овец. Прежде (по крайней мере в северной части Чувашии) он совершался в З-ю пятницу после Николина дня (6 дек. по ст. ст.), а позднее в одних местах сурхури стали называть ночь под рождество, в других — ночь под новый год, в третьих — ночь под крещенье. Помнили и старое время празднования сур-хури, т. е. З-ю пятницу после Николы. В общем, праздник этот по времени совпадал с русским рождеством и святками с их гаданиями и уже представлял смешение чувашского и русского праздников. На этом основании русский христианский праздник рождество (в чувашской переделке „раштав“) в некоторых местах чуваши назвали словом сурхури или сорхори (сорхори конĕ — 25 декабря по ст. ст.). Последнее название известно в северной части Чувашии, а слово раштав в этом значении там не употребительно. В южных частях, напротив, рождество почти исключительно обозначается словом раштав, а сурхури означает лишь гаданье под новый год (сурхури тытни). Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ сурăх ури тытаççĕ. Картара, тĕттĕм çĕрте, шур сурăх тытсан, ул арăмĕ сарă пуласса пĕлтерет. Хĕрача тытать пулсан, упăшки сарă пулассине пĕлтерет. Камăн сурăхĕ хура, улă арăмĕ хура пулассине пĕлтерет. Суккăр, уксах сурăх лексен, арăме çуккăр, уксак пулассине пĕлтерет. Бисяр. Çĕнĕ-çул каç тĕттĕм çĕрте сурăх ури тытаççĕ: кама шурă сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ шурă пулать, теççĕ, кама хура сурăх лекнĕ, унăн арăмĕ хура пулать, теççĕ. Шарбаш. Сурăх-урисем те, çăварнисем те лайăх иртертĕмĕр, N. Сорăх-орисĕр, раньше святок. Ала 30. Ачасен юри. Çиттĕр, çиттĕр сурăх-ори, сурăх-ори, сурăх-ори терĕмĕр, сорăх-ори çиттĕр, ай, курăнать, атьăр тухăр, ачасем, урам тăрăх кайăпăр, килĕрен киле çӳрĕпĕр, килĕрен кукăль чӳклĕпĕр; мучи пире кӳртетни. Кӳртмесессĕн, каятпăр; кӳртет, кӳртет, ан кайăр; кинемей, пире кукăль пар, паратни та памасни, кукăль парсан, каймаспăр; парать, парать, ан кайăр. Ib. 100. Сорăх-ори йорри. Сорăх-ори Кĕркори, Ваççа хĕрĕ Варвари, Тӳми çохи латтым çок, кĕтĕмĕр те тохрăмăр. Пĕри така, тепĕри пытяк, мекекек, мекекек! Шурăм-п. Сурăх-ури чухнехи вăйăсем. 1. Пуслăх тăратса йăвантараççĕ: арçын пулсан, пуслах йăваннă енчен хĕр илет; хĕр пулсан, çав енне качча каять. 2. Пуçа путалка тăхăнса уçă хапхаран тухаççĕ: ниçта лекмесĕр тухса кайсан, хусах — çак çулта авланать, хĕр — качча каят, тухаймасан — çук. З. Пӳрт умне кайса итлеççĕ. Укçа шутланнине, укçа сасси илтес пулсан, (пуян çĕртен илсе) пуян çĕре кайса, пуян пурăнмалла. 4. Ампар умне кайса итлеççĕ: тырă юхнине илтсен, пуян çĕре каятăн, кушак-кайăк кăштăртатнине илтсен, чухăн çĕре каятăн. 5. Йĕтем çине выртса итлеççĕ: пуртă сасси илтсен, тепĕр çĕн-çулччен вилетĕн. 6. Çăл кайса питреççĕ. Упăшка пулас ача çĕрле тĕлĕкре çăл уççи илме пырать. 7. Таса юр çине кайса выртса, хăйсен кӳлепине хăвараççĕ. Ирччен çавăнта тыр пĕрчи пырса выртас пулсассăн, аван çĕре кайса, пуян пурăнатăн, йытă пăх мĕн тупсан — вилетĕн. 8. Чăх тытаççĕ. Малтан урайне çатмапа шыв, çăкăр, тенкĕ, кăмрăк, кĕл хываççĕ. Вара, чăххисене ярсан, вĕсем мĕн сăхнине пăхаççĕ. Çăкăрпа тенкĕ (украшение из серебояных монет) сахсассăн, пуян çĕре каятăн, кĕлпе камрăк сăхсассан, чухăн çĕре каятăн. Шыв ĕçсессĕн, эрех ĕçекен çынна каятăн; чăхху, урай çине ярсан пăтратса вĕçсе çӳрес пулсассăн, упăшку вĕçкĕн (çăмăл çын) пулать, лăппăн çӳресен, йăваш, лайăх çын пулать. 9. Аслăк çинчен улăм тухса çыртаççĕ. Камăн тырă пĕрчиллĕ лекнĕ, çавă пуян çĕре каять, пушши лекнĕ пулсассăн, чухăн çĕре каятăн. 10. Чашăк çинчи шыв çине çурта ирĕлтерсе яраççĕ. Çурта тăмламĕ шыв çинче путса чашăк тĕпне тивес пулсассăн, качча каятăн; путмасассăн — каймастăн. Çурта тăмламĕ сивĕнсен, çӳле хăпарать. Вара, çак тирĕк тĕлĕнче тăрсассăн, пуян çĕре каятăн, кăмрăкпа кĕл тĕлĕнче тăрсассăн, чухăн çĕре каятăн. 11. Кĕнчелеççи çинчен сус туртса илсе, хуллен йăвалаççĕ те, çунтараççĕ. Кĕлĕ çӳлелле хăпарас пулсассăн, авланатăн, çӳле улăхмасан — авлаймастăн. Кĕл сарă пулсассăн, матку сарă пулать, кĕл хура пулсассăн, матку хура пулать. 12. Шăтăрнак шутлаççĕ. Пĕр хушăра мăшăр тухсассăн, ху та мăшăрланатăн, мăшăр тухмасан — авланаймастăн. 13. Улăм пĕрчисене çатма айне хурса нăриклеттереççĕ. Çав упăшка пулас ачан ятне каласа парать. Улăм пĕрчи миI ми! киI киI тет. Хĕрĕ: манăн упăшка пуласси Микит, тет. N. Хĕрсем сурхурине хăмла парсан: пирĕн те каяс, эпир те сурхурине хăмла панă, теççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм сорхори тепĕр конне, декабĕрĕн 26-мĕшĕнче. Чертаг. Сôрхори, сôрхори, пĕр вĕç вакра, пĕр вĕç картара. Тораево. Ме, ме, сурхури, çулталăкра пре (= пĕрре) килет, юрлăр, юрлăр, ачасем. Куклĕ парас сасси пур: парать-и, памасть-и? Парать, парать, ан кайăр. (Из „сурхури юрри“). Якейк. Сорхори чопнă чох ачасам кашнă çын панчех коккăль татăксем кăсия чикеççĕ. Каран çав коккăльсене сорăхсене параççĕ. Çапла тусан сорăхсам лайăх порнаççĕ, хонаççĕ, теççĕ. Бгтр. Сурхури ачисем — ребята, бегающие в этот праздник по домам. Пир. Ял. Улахра сурхури кукăли çинĕ чух чухăн ачисемпе пуян ачисем хушшинче тавлашу тухса каять. Абаш. Сорхори чох килтĕм. N. Сорхори кон килтĕм. Пришел (приехал) в день рождества. N. Сорхори витри — симĕс витри, симĕс витри коптăрт! тет, айта, тантăш, киле кас (= каяс). N. Тепĕр эрнерен сорхори салачĕ поçтаратпăр. Бгтр. Сурăх ури. Ӳте кĕнĕ кун (первый день мясоеда, т. е. день рождества) каçпа ачасем урама пуçтарăнса тăраççĕ. Вара такмакпа хутаç тупса тухаççĕ те, урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Çӳренĕ чух ĕлĕкрех: „сурăх ури, сурăхсам питек туччăр-и, арăмсам ача туччăр-и, хĕрсем хĕсĕр пулччăр-и!“ тесе кăшкăратьчĕç. Халĕ пирĕн апла кăшкăрма пăрахнă. Пӳрт-умне хăпарсан, унта сикеççĕ, тĕпĕртетеççĕ. Вара пӳрте кĕреççĕ те, тропарие кондак юрлаççĕ, ĕлĕкрех апла юрламасчĕç. [Здесь приведено описание сурхури до Октябрьской революции, в переходный период от язычества к христианству, когда старый народный обычай уже стал вытесняться и заменяться обычаем „славления христа“. Ред.]. Юрласа пĕтерсессĕн: „пăрçа çакăн çӳлĕш пултăр“, тесе, пăрçасене чăштăр-чаштăр çӳлелле сапаççĕ. Пӳртре кĕçĕн-çын пулсан, е хăна-хĕр пулсан, ăна та пăрçапа сапаççĕ. Вара: кĕрпе пур-и? çу пур-и? тăвар пур-и? тесе ыйтаççĕ. Вара вăсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, тата хăшĕ çу параççĕ. Тухса кайнă чух сурăх-ури ачисем: „сак тулли ачи-пăчи, урай тулли питекки, пĕр вĕçĕ шывра, тепĕр вĕçĕ картара“, теççĕ. Пур çын патне те кĕрсе пĕтерсен, пĕр яракан çын патне килеççĕ те, пăрçапа пăтă пĕçерме тапратаççĕ. Кашни кĕтшер (понемногу) вутă йăтса килеççĕ, тата хăйне валли кашăк илсе килеççĕ. Апат пиçиччен ачасем темĕн тĕрлĕ те выльляççĕ, юрлаççĕ. Пиçсессĕн, çуллă туса çиеççĕ, вара киле тавăрăнаççĕ. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç: юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке туса хăваратьчĕç. Тепĕр кунне ирех кайса пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă е кĕрĕк мĕн (= кирек мĕн) таптана, вараланă пулсан, çавă вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. Хурамал. Сурăх-урине çĕнĕ çулпа крещение хушшинче тăваççĕ. Хĕрсем нумайăн пухăнса салат пухса сăра тăваççĕ. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. Унта пасар çăнăхĕнчен (из крупчатки) вĕтĕ йăвасем пĕçереççĕ, вăл йăвасене чепчек теççĕ (тутарла). Каç пулсан ват çынсем пухăнаççĕ. Вăлсем укçа параççĕ те, вăсене хĕрсем сăра ĕçтереççĕ. Ваттисем кайсан, çамрăксем ĕçме тытăнаççĕ, купăс-кĕсле каласа ташлаççĕ, сăра ĕçеççĕ, çупа икерчĕ çиеççĕ, чепчек валеçсе параççĕ. Унтан хĕрсем каяççĕ сурăх-ури тытма. Сурăхсем хупнă витене кĕреççĕ те, камăн аллине мĕлле сурăх лекет, пĕрер сурăх тытса, мăйне паллă япала çыхса яраççĕ. Тепĕр кун кайса паллаççĕ: ватă сурăх лекни, ватă качча каять, теççĕ, çамрăк сурăх лекни çамрăк çынна каять, теççĕ. Унтан анкартине каяççĕ, капантан тырра шăлпа çыртса туртса илеççĕ те, пучахне йăваласа, тĕшшине суса пăхаççĕ: тĕшши ытă (нечет, непарно) тухсассăн, тепĕр çулччен качча каймасть, тĕшши тĕкел (чёт, парно) тухсан, качча каять, теççĕ. Унтан каяççĕ пуян çын çурчĕ патне, кĕлечĕ хыçне тăрса итлеççĕ: пуян пурăнас пулсан, укçа сасси илтĕнет, теççĕ; çавна: тăн итлерĕмĕр, теççĕ. См. Магн. М. 97.

сорăх кĕтти

овечье стадо. Эльбарус. Çитерсе çӳренĕ чохне эпĕ сорăх кĕттин пĕр айккине тăтăм, пиччесен хĕрĕ тепĕр айккине тăчĕ.

сурăх шăкĕ

„овечья моча“, вода, в которой валяют домашнее сукно. Альш. Сурăх шăкĕ тăвас, дать кому-нибудь в рот воды, в которой валяют сукно. (Обычно, девушки-валяльщицы насильно вливают в рот парням в шутку этой воды, когда последние из любопытства подходят к ним во время работы. || Назв. узора: хантăс зигзагами. Ст. Чек. Сурăх шăкĕ — пĕр питлĕ хантăс.

сурпан сăри

назв. обряда, по которому вышедшая замуж дочь с мужем приходит с первым визитом к своим родителям и привозит к ним в качестве угощення (гостинца) боченок пива. Пшкрт. ЧС. Тепĕр кунне хĕрĕ кучченеç пĕçерсе ашшĕпе амăшĕ патне пĕр пĕчĕкçĕ пичке сăрапа сурпан кăтартма каять. Ăна сурпан сăри теççĕ. Ib. Шилĕкĕ çĕнĕ çынсем сурпан сăрипе килечченех тăрать. Якейк. † Каять, каять Марийĕ, епле порнас Миронăн; порнас полать покути, сорпан сăрипа киличчен. (Свад. п.). См. сорпан кăтартни.

сурпан çакки

назв. украшения из монет в виде треугольника; его носят на груди замужние женщины. Ст. Чек. (В д. Отарах, Вурнарск. р. это украшение имеет вид четыреугольника, убранного монетами). Начерт. 152. Сорпан çакки, четыреугольник, унизанный мелкими серебряными деньгами, пришиваемыми спереди к сорбану. ЩС. Сурпан çакки, треугольное украшение под шеей, состоит из кожи, унизанной бисером, нухратом и серебряными монетами. СПВВ. ФН. Сурпан çаккине арăмсем сурпантан шăтарса çакса яраççĕ. Зап. ВНО. Сурпан çакки; сурпан çаккине хĕрарăм çакать. Шел. П. 59. Пуçĕсене пăркаланипе хушпу, миçиххи (= мăй çыххи), сурпан çакки çумĕнчи кĕмĕл укçисем шăнкăртатса çех пыраççĕ. Чураль-к. Сурпан çакки хурсан (под голову), арçын ача çуралать. (Сон). Микушк. Сурпан çумне сурпан çакки çакаççĕ. Ăна укçапа çакса тухаççĕ, çӳлелĕне шĕвĕртерех, аялалĕне сарлакарах тăваççĕ. Варрие шăрçасем тиреççĕ. Самай варрине вăтăршар пуслăх иккĕ çакаççĕ, аял хĕррипе çирĕм пилĕкшерлĕх çакаççĕ, айккисене: первай çирĕм пилĕклĕх, унтан çирĕмлĕх, вунпилĕклĕх, вуннăлăх çакса тухаççĕ. Синьял. Пĕр ен хуплăх, тепĕр ен пасарлăх. (Сорпан çакки).

сусăр

(сузы̆р), калека, нездоровый. Якейк. См. сывăсăр, сывсăр. Собр. Сусăра сусăр çĕклет, теççĕ. (Послов.). || Больной, раненый. Б. Олг. Пит сусăрри пĕр çын выртса килет, хăшĕ отнакки виçшер çын ларса килет (на подводах), шăна кĕтӳ пек çĕмĕрлнĕ халăх килет. Панклеи. Сăва сусăр тортать. Здорового везет больной. (Из сказки).

суту-илӳ

(-ду), торговля. N. Çак çулпах пĕр суту-илӳ тăвакан çын урапапа иртсе пырать, тет.

сутă

(-ды̆) или сут, торговля, продажа. Менча Ч. Сутта кайсан, сутă перекетне парăсăнччĕ. (Моленье). N. Вотă сотрăм, пошăт сотрăм, сĕлĕ сотти те турăм, çăнăх сотти те турăм, тата пыл и сохан соттн те турăм. ТХКА. Мăйăр сутти укçипе атте Шăхасан пасарĕнчен пĕр хĕрлĕ пăру, хура сысна чĕппи илсе килчĕ. Тет. Пĕр çын сутта кайнă, тет. Почем овес? тесе ыйтат, тет, кунтан вырăс.— Авăсман, хам алланă, Праски тиенĕ, тесе калат, тет, вырăса хирĕç. (Старая шутка). Бгтр. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Кан. Аш сутти тăвакан меçниксем. Ib. Шутласа пăхсан, кулач сутти пек тупăш паракан сутă çук та темелле. Яргуньк. Пĕрре эпĕ пичисемпе сутта кайрăмăр (продавать хлеб). N. Какай сутти тăваканскер. N. Хур сутти тăвать. Изамб. Т. Кĕркунне е вăрмана, е сутта каяççĕ. Янш.-Норв. † Хĕллехи кун сутта турттарма çуна турти кирлĕ хурама. Чăв. й. пур. 13. Кайса килсе хăй кил сутти укçине (деньги от продажн своего дома) пĕтĕмпех пĕтерчĕ. Альш. Çав кун пирĕн сутта тиемеллеччĕ; акă ман атте кĕлет уçрĕ те, шăналăка шыра пуçларĕ. Ib. Çав выльăх тирĕсен суттине (на вырученные от продажи кож) вĕсем эрех ĕçнĕ, тет.

сутăн

сотăн (суды̆н, соды̆н), продаться. N. Эсĕ мана: çав 70 пуспах сутăнать, тесе шутларăн пулмал(л)а. Кан. Мĕн эпĕ хама хам пуяна сутăнса пурăнатăп, каям пĕрех-хут юсăва! || Пропасть, погибнуть. Шибач. Эс онпала çып(ă)çсассăн хута сотăнан (пропадешь). || Разоряться (делать большие расходы). Изамб. Т. Пĕр-пĕр ĕçе лексен, çын сутăнат (разоряется). ЧС. Эй лашам, лашам, халиччен мăйăнтан хăмăт тухмарĕ, вăрра кайрăн, вăрăран сутăна-сутăна тупрăмăр (с большими расходами), çапах та пире пӳрмерĕн иккен, тӳрлетес тесе пӳкле вилĕмпех вĕлертĕмĕр пулĕ, тет.

суткала

учащ. ф. от гл. сут Чăв. й. пур. 16. Пасара хăй кайнă вăхăтра та çăпатисене вырăс мĕн, тутар мĕн ыйтсан, вăл пĕр сăмах та чĕнмен, чăваш ыйтсан анчах калаçса суткаланă.

сутмалла

назв. игры. Альш. Унтан выляççĕ сутмалла. Сутмалла выляс тесе ак мĕне калаççĕ. Хăшĕ те пулин пĕри калат тупмалли юмах (загадка). Ăна ыттисем „тупаççĕ“, мĕне пĕлтернине йĕркипе ыйтаççĕ вара: мĕн вăл? тесе. Леш, пĕлменни, калат; вăл та пулин çавă, тет. Унта хăшĕ пĕлмес, ăна вара „сутаççĕ“: арçынна пĕр килмен-кайман карчăк таврашĕ арăм параççĕ: сана çавă, тесе; хĕрсене те çапла каччă е арçын параççĕ: сана çавă, тесе. Унта вара кулаççĕ. Çавна калаç сутас тесе. См. сут.

сута хур

подать жалобу в суд, привлечь к судебной ответственности. Н. Шинкусы. Пуп таврашĕсем ĕлĕк пĕр-пĕр çын пăсташ тасаттармашкăн юмăç таврашĕ илсе килнине сиссессĕн, ăна вăрттăн пырса тытса сута хуратьчĕç, тет. Чăв. й. пур. 11. Сута хуман. Не подал в суд, не завел процесса.

сутлаш

судиться. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесĕр, тăванĕсем: ăна нимĕн те памасан, вăл пиртен сутлашса илĕ, тесе шухăшласа пуху пуçтараççĕ. Изамб. Т. Унта сутлашса (scr. сутулашса) илеймесен, виççĕмĕш патне пырат. Орау. Вăсем пĕр-пĕринпе пĕрмай сутпа тавлашаççĕ, сутлашаççĕ.

сут ту

судить, осудить. НЧ. Эсĕ пĕр айăпсăрах вĕлермелле сут тунă çынсене вилĕмрен çалтăн. N. Хайхи улпут: эпĕ сут тума пĕлетĕп, çыхса ларт мана, тенĕ. Орау. Халĕ кил вырăнне хамăр çине сут турăç (присудили усадьбу нам), хучĕ (приговор) çине пичет пустартăм. Н. Сунтар. Эсĕ пире сут туса тăр. Ты суди нас. || Обсуждать. N. Чирсенчен пулăшу парасси çинчен сут тăваççĕ.

Хыт-суха

пар. Изамб. Т. Унтан хыт-сухана каймалла пулат. Ib. Хыт-сухана Питровччен пĕр-икĕ эрне малтан тухнă. Ала 72°. † Эпир выляс-куласси хыт-сухаччен анчах вăл.

соха йĕрĕ

соха йĕрри, борозда, делаемая сохою. Золотн. Пахча çим. З. Пĕр чалăш сарлакăшĕнче вунă суха йĕрри пултăр.

сохала

сухала (суhала, соhала, соҕала), пахать. БАБ. Ку сухала(са) тухсассăн, хай павускаран кун патне пилĕк тутар улпучĕ сиксе тухрĕç, тет. Янгильд. Екори конĕ тĕлĕнче çоракине сохалама тохаççĕ. N. Çапла вара миме тунă çыннăнне пĕр кунтах тислĕкне турттарса пĕтереççĕ те, анисене те сухаласа пăрахаççĕ. Ст. Чек. Сухала-сухала хулсăр пултăм. С. Айб. Пĕрре сухаласа çавăрăн. Сделай один круг пашни. N. Тетене, тыр вырма тухиччен, тытрĕ карчăк анине сухаласа памалла. О земл. Çĕр сухаламалăх типшĕрсенех, ăна акаччен сухаласа, сӳресе пăрахас пулать.

суха-пуç

суха пуçă, соха. Череп. Суха-пуç кĕмен, (земля) не пахана никогда. N. Суха-пуç Çеркей тытрĕ: спаççипă ăна. ЧС. Пирĕн тете те ирех суха-пуç кӳлсе кайрĕ. Изамб. Т. Ака (яровая пашня) тăватпăр тенипе, чăвашсем сахалăш ака-пуçпе сухалаççĕ, нумайĕшĕ суха-пуçпе сухалаççĕ; анчах ака-пуçпе тунин тыр авантарах пулат, суха-пуçпе тунин начартарах пулат. (Рассказ из прежних времен). КС. Суха-пуç ларт, наставить сошники на рассоху и наладить соху. N. Соха-пуç мăнтайине кул хуна тытмашкăн, хама тунă соха-пуç пĕчĕк лашапа йорамаç, мăнтай лашана анчах вăл. Вута-б. Суха-пуç, соха; части ее: купташка, плота, суха-пуç тимри, сошники; суха-пуç калакки, полица, которая служит вместо пера у железного плуга и отваливает и переворачивает землю; суха-пуç пăявĕ, или пăркăç, подвои; суха пуç тытки, ручки; купташка хĕскĕчĕ, валĕк; суха-пуç турти, оглобли; турта патакки, поперечина у сохи; савăл, клин для укрепления плоты; суха-пуç тимĕр хулхисем, рога у плоты, на которые насаживаются сошники. Сред. Юм. Сôха-пуç пôстаркăç — капташкана посарса хĕстерекен ôрлă хăма. Нюш-к. Суха-пуç капташки, тимри, калекки, суха пăявĕ, тытка. Аттик. Ял тавра суха-пуç туртса çавăрма хĕрĕх те пĕр хĕр суйласа илчĕç. (Хĕр-сухи).

сухан

сохан (суhан, соhан, соҕан), лук. Вилĕ-яли. Çимĕçпе пĕрле тата камăн пурри симĕс сухан хывать. Сятра: соҕана с'ом п̚осс'изэ манн'а. Мой лук зарос сорными травами. Пшкрт; кӧр пэ̆р соҕан. Дай мне одну луковицу. Якейк. Эпĕр хамăр сохан йӳççи. Юрк. Ай-хай пуç ыратат, пĕр пуç сухан тупса парăр. Шорк. Сохан чĕрес, срывать самые крайние перья лука.

сухăрлă

(-hы̆-), смолистый. Разум. Пĕр питĕ сухăрлă хыр юпа. СТИК. Çăм сухăрлă (весенняя шерсть овец, покрытых липким выделением на теле). || Липкий (о почве). О земл. Пуринчен ытла сухăрлă, тăкăс тăпрана ытла чĕрĕле сухалама юрамасть.

сухăр пăх

испражнение новорожденного в первые дни, также клейкое испражнение молодых ягнят. КС. Хăш чух путексем хĕлле, çулчă çинă чухне, çилĕм пек çыпçăнакан пăх сысаççĕ, çавна сухăр пăх теççĕ. То же в Сред. Юм. || Встречается в чувашизмах. Орау. Пĕр çулталăк хушшинче сухăр пăх(ĕ)сене кăларчĕ (прижимал, притеснял, был требовательным, стращал). КС. Эп санне сухăр пăхна кăларам! Я из тебя все соки выжму.

сӳеçтер

врать, лгать. Н. Тахталы. Алыш. Тытăнаççĕ шакăлтатма, пĕр-пĕринпе сӳеçтерме. (Елшел енче ахальтен кăна, кирлех марсăр шавлашнине „сӳеçтерет“ теççĕ).

сӳл

(сӳл'), сила, мочь (употребляется только в некоторых выражениях). Тюрл. Паякăн сӳлтен карăм, ыртăм чыстăях. Сегодня я выбился из сил, устал совсем. Янтик. Сӳлтен кая пуçланă ку ĕçсе! Ослабел от пьянства, во всех отношениях. Ib. Хĕнесе сӳлтен янă чысти. Избили почти до потери сознания. Ib. Эй, ку карчăкăн сӳлли кайнă мĕн! нумаях пурнаймас пуль. Ib. Ачана сӳлрен янă саççим, пĕр татăк çăкăр паман пуль у. Янш-Норв. Пĕтĕмпех сӳлли кайнă карчăк. СПВВ. КЕ. Çуркунне, сурăх çитерме кайсассăн, путексем кикен çисе анăраççĕ те, вилнĕ пек выртаççĕ, çавна: сӳлли кайнă, теççĕ. Хурамал. Хăйин выçăхнипе вăйĕ пĕтнĕ, çул пынине сӳлли (остатки сил) кăна тăрса юлнă хăйин. Ib. Ватăлнă, çӳрейми пулнă, йӳтенĕ çынна калаççĕ: сӳлли пĕтнĕ унăн, теççĕ. Ib. Пĕр çĕре кайса пит ывăнса килсен, сӳллĕм кăна (= кĕлеткем кăна), вăйăм пĕтрĕ, теççĕ. N. Сӳлрен кайнă салтаксем тайкаланса килнелле утрĕç. || Чебокс. Сӳлли çук (гов. о неряхе). См. хевте.

сӳнкĕлтет

(сӳҥ'гэ̆л'дэт), болтать, говорить бестолково, невнятно. Хурамал. Пĕр çын лайăх пĕлмесĕрех сăмах калаçсан, ăна итлекен çынни калать: çав сӳнкĕлтетрĕ (говорил) вăл сăмаха, тĕрĕс-и, суя-и, тет. (Сомневается в верности слов). См. сĕнкĕлтет.

сӳре

борона. Сирĕк-х. Сӳре шăлĕ, сӳре унки. Çĕнĕ-Мăнтăр. Сӳре шăлĕ, сӳре ӳречисем. Пшкрт: сӧрӓ, борона. СТИК. Части бороны: сӳре шăлĕ, зубья; сӳре урли (-λиы): сӳре унки, деревянное кольцо; сӳре шăвкăччи, палка, на которую надевается кольцо с веревкой. N. Хветĕр кукки тимĕр сӳре тӳрлетрĕ. ХЛБ. Тимĕр шăллă сӳре, унпа ытла вĕтĕ сӳреме те юрамасть, вăл çăмăр пулсанах хытса каять. || Бороньба. В. Олг. Тăпра моклашкаллă; сӳре ванмарĕ, тăпра моклашкалă полчĕ. Ачач 90. Ку кун тата кĕсре сӳрере калама çук аван пычĕ. Юрк. Сӳрене кай, ехать боронить. || Сновальня. Якейк. Сӳре çинче пир комаççĕ. Ягудар. Сӳре — сӳретке, сӳрекке, кумкăч. || Мера пряжи, натянутая на одну сновальню. Шорк. Пĕр сӳре, икĕ сӳре — особая мера пряжи. Икково. Сӳре, мера длины холста.

сӳре пуххи

боронник. Ст. Чек. С. Айб. Хирте сӳре пуххи пур, тĕкĕл тура йăви пур: пĕр кашăк пек пылĕ пур.

сӳрĕл

выдыхаться (напр., скипидар). См. сĕвĕрĕл. В. Олг. СПВВ. Сӳрĕл = сĕвĕрĕл. Ib. Сăра сӳрĕлсе кайрĕ. Пиво выдохлось. Изамб. Т. Эрех кĕленчин пăккине уçсан, эрех сӳрĕлет. Якейк. † Порăнтăмăр, порăнтăмăр порнăçне, пĕр пичкери сăра пак; сӳрĕлсе карĕ — мĕн тăвас? Сред. Юм. Сӳрĕлнĕ, потерял прежний вкус и прежнюю крепость. Хурамал. Эрех, питĕрмесĕр ларсан, сӳрĕлет. Пшкрт: сы̆ра сӧрэ̆лӓт витмэзэ̆р кы̆ларза лартсан. Ib. мокмы̆р сӧрлӓт (выдыхается). Шибач. Мохмăр сӳрĕлни. || Отсыреть. Хурамал. Тырă сӳрелнĕ, теççĕ: пĕрре типĕтнĕ тырă каллех чĕрĕлсен калаççĕ. || Остыть (печка). В. Олг. Хурамал. Кăмака сӳрĕлсе (сивĕнсе) кайрĕ, çăккăра час хываймарăм. || Рассеяться (о сне). Сятра: ыйҕы̆ сӧрэ̆лзэ кар'ы̆, рассеяли сон. || О дожде. Слеп. Çума хытланатьчĕ те, сӳрĕлсе кайрĕ; çомăр сӳрĕлсе кайрĕ — çанталăк уçăлса кайрĕ. См. сӳрĕк.

сӳс çиппи

нитки из кудели, суровые нитки. Изамб. Т. Çăварни иртсен, хĕрарăмсем сӳс çиппине малтан шуратаççĕ (çăвса, лупас çинче пĕр-ик-виç кун вырттараççĕ), унтан пĕветеççĕ, унтан вара тĕртсе пăраçник валли çĕнĕ кĕпе хатĕрлеççĕ.

сӳс хăлхи

кострика. Мыслец. Ст. Яха-к. Çăварния ăсатнине пĕлтермешкĕн, ял тулашне, мал ене сӳс хăлхинчен пĕр çӳлĕ этем кĕлетки купаласа хураççĕ. См. хуха.

сӳсмен

хомут. СПВВ. МА. Сӳсмен = хăмăт. Латыш. Сӳсмен витĕр виç хут кăларать, сӳсмен нишĕ тухтăр тесе. Тогаево. Пирĕн сӳсмен сӳсменле. СПВВ. ФИ. Сӳсмен, лаша кӳлнĕ чухне лаша мăйне тăхăнтараççĕ. СПВВ. ИА. † Сар-сар лаша, сар лаша, пуçне-мăйне йăс сӳсмен юраттарса пулмарĕ. Изамб. Т. Унтан сӳсмен тăхантараççĕ. Сред. Юм. Сӳсмен витĕр пăхни. Пĕр шуйттан чĕлхи пĕлекен çыннăн ачи: атте, мана вилеччин шуйттан чĕлхине вĕрентсе хăвар-ха, тесе ыйтать, тет; ашшĕ: эп вилсен, сӳсмен витĕр ман çинелле пăхайăр, вара вĕренен, тер(ĕ) тет. Ашшĕ вилсен, ачи сӳсмен витĕр пăхать, тет те, ашшĕ тирне шуйттансĕм сӳрĕç, тет те, пĕр шуйттанĕ çав тире тăхăнса топăта (= тупăка) выртрĕ, тет. Ашшĕ шăммисĕне таçта пуçтарса карĕç, тет. Çак ачи сăмала вĕретет, тет, хоранпа та, хоранĕпех тытса топăт ăшне йохтарса толтарать, тет. Ашшĕ тирне тăхăнса выртнă шуйттан сиксе тăрать, тет те, чупкаласа çӳреме пуçларĕ, тет (сăмала яраччин пор шăтăка та хĕреç хорса тохнă, тет); пӳрт кĕтессинче пĕр пĕчик шăтăк пор, тет те, хай шуйттан çав пӳрт кĕтессине ялт çĕклерĕ, тет те, тохрĕ-карĕ, тет. Çав çынтан вара шуйттан чĕлхине вĕренекен полман, тет.

сӳт

распутать, распустить. Якейк Хĕрсем çит тонисене сӳтнĕ (распустили, расплели косы). Кан. Тепĕр икĕ эрнерен клиникрен: çĕнĕ çиппине сӳтме вăхăт çитнĕ, терĕç. Сред. Юм. Тăла пôснă чôне пăртак посаççĕ те, чарăнса тепĕр хут майласа хôраççĕ, çапла хôнине сӳтсе хывни теççĕ. || Разобрать. О сохр. здор. Лекĕр вăл çынна пӳрт урайне сӳтсе, çиелти таса мар тăприне урăх çĕре турттарса тăкма хушнă. Ала 74°. Вăкăрне пусрĕç, алăкран кӳртеймерĕç, мачча сӳтсе кӳртрĕç. Шинар-п. Пирĕн пата ан килчĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Сĕт.-к. Пĕр йӳн карта сӳтмелле. Сред. Юм. Капана сӳтсе турăмăр. N. Çак çын карташне сӳте пуçланă, сӳтнĕ вуттине хута пуçланă. Синьял. Сапур сӳтсе кĕр. || Бить. Городище. Сӳтсе купаланă. Избил. Ст. Чек. Сӳтнĕ = хĕненĕ. Ib. Ăна кунтан сӳтсе янă (ушел прибитым). || Болтать. Ерк. Таçти çĕре те пырса перĕнеççĕ, темĕн те сӳтсе пуплеççĕ... || Отменять. Юрк. † Турри çырат пуçсене ырлăха, патши çырат чунсене хурлăха, хурлăха çырайнă чунсене çӳтсе çыраяс çук ырлăха. Ау 337. Инке-арăм хĕр пулмĕ; хĕртен арăм пулсассăн, сӳтсе пăрахма йăла пулман. || Расстраивать, мотать. Кан. Кулаксем çĕр йĕркелес ĕçе сӳтсе ярсан... N. У ĕнтĕ пурăнаçа сӳтет.

сӳтĕл

(дэ̆л'), распутаться, распуститься. Изамб. Т. Вара вĕрен сӳтĕлет. Хурамал. † Вуниккĕле явнă чĕн нухайка, мĕншĕн сӳтĕлмеле явнă-ши? || Переносно — выжить из ума. Ст. Чек. Сред. Юм. Ытла пит ватăлсан, çын сӳтĕлме пуçлать ôлă. Моркар. Çĕр çинче Есрелĕ çокран пĕр çын вилмен, çынпа пĕтĕм тĕнче толнă, ват çынсем вилеймесĕр сӳтĕлсе выртнă. || Болтать. СТИК. Тек сӳтĕлсе ларат ĕнтĕ, итлес килми пулчĕ! Ну ладно тебе болтать (нести чепуху), надоел! Ст. Чек. Сӳтĕлет = маçанланать. Ib. Ан сӳтĕл ĕнтĕ, мĕн сӳтĕлетĕн? Что ты ерунду говоришь. (Говорит соучастник тайны тому, кто пробалтывется). || Расстраиваться (о скрипке). Сюндюк. ГТТ. Сӳтĕлнĕ купăс. N. Купăс сӳтĕлнĕ, ăна ĕнермелле.

сӳтсе яв

разбирать, обсуждать, обменяться мнением. СТИК. Пĕр те сӳтсе явса калаçа пĕлместĕн-ĕçке! (с укоризкой). Что ты не советуешься, не потолкуешь (со мной). Сĕт-к. Сӳтсе явса пăхмалла мĕн. Надо рассмотреть все тонкости. Сир. 282. Ку парне кӳрекен вырăна мĕн тăвас ĕнтĕ, тесе, пĕр-пĕринпе канаш тунă (в рукоп. сӳтсе явнă).

сӳтсе явăн

обсуждаться. Кан. Пĕр доклад та тĕплĕн сӳтсе явăнмасăр иртмест.

сăйла

угощать. Н. Седяк. Йĕтес туртнă чух вăлтмалла (улталамалла), вăлтакана сăйламалла калаçаççĕ. Перев. Пĕр тилĕ тăрнапа туслашнă. Вăл ăна: килях, кума, килях, сана çав тĕрлĕ сăйлăп ĕнтĕ, тесе, хăнана чĕнет, тет. Ск. и пред. чув. 84. Ырă кĕрӳ, Тăхтаман, туй пăттине сăйласа, туй халăхне пуç таять. См. Силле. || Подарить. Шарбаш.

сăв

ы̆в), доить. См. _су. Янш.-Норв. Изамб. Т. Сирĕн ĕне-капаш миçе? — Пирĕн сăваканни иккĕ те, пăру пĕрре. КС. Апат нумайран эпĕ выльăхран усă курас терĕм те, сăвакан виççĕ, пĕр пăру, 18 сурăх усрарăм, çавсенчен çуррине пуснă-сутнă пулсан, эпĕ луччă париш кураттăм кăçалах. || Тереть кирпичом о кирпич для получения порошка. Пухтел. Кирпĕç сăвас.

сăвă

(сы̆вы̆), песня, песенные слова. М. Сунч. Вара хăшĕ-хăшĕ ташлаççĕ, хăшĕ-хăшĕ алă çупса сăвăсем каласа тăраççĕ. Тюрл. Сăвăллă йорла-ха (со словами). ТХКА 94. Эпĕ сăввине пĕлмен чух, çеммине (мелодия, мотив) ярăнтарса юрлатăп. Якейк. Сăвăсене поринчен ытла хĕр-ачасам йорлаççĕ улахсенче, çулла, хурсам пăхнă чух, сорăхсам панче, тата ытти çĕрте те. Сăвă; вăл туй йорри мар, çăварш йорри, салтак, ĕçкĕ йорри мар, ăна ахаль йорă теме йорать. Сăвăра ăнланмалла мар сăмахсам нумай. Сред. Юм. Сăвă; йорланă чôхне каласа йорлакан сăмахсĕне сăвă теççĕ. || Особые песни. N. сăвă. Мулахай, мулахай, мулахай мана сурăх пач. Сурăхне Атăла ятăм та, Атăл ман пулă пач(ĕ). Пуллине хурана ятăм та, хуран мана çу пач(ĕ). Çуне çурта çутрăм та, çанталăк та çуталчĕ. Выртан каска хусканчĕ, ларакан йăвăç хумханчĕ. Çĕтĕк-çатăк тимĕрçи сиксе çапать тимĕрне. Ib. Утрăм, утрăм, умма тупрăм, уммине анчăка патăм, Анчăк мана пушă пач(ĕ). Пушипе çĕре çапрăм та, çĕр мана курăк пач(ĕ). Курăкне ĕнене патăм та, ĕне мана сĕт пач(ĕ). Сĕтĕкине чăпăка (курочке) патăм, чăпăка мана матяка пач(ĕ). Матякине учаха (= вучаха) ятăм: шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне кĕрех карĕ. Ib. Мулчи, мулчи мулахай, мăн мулахай — сулахай. Çӳлте çăлтăр шуçланки, ула кайăк уттипе, симĕс кайăк сиккипе. || Стихи. N. Хĕл каçиччен эпĕ чăвашла тата пĕр тăватă пилĕк сăвă çырнă. || Мелодия песни. Альш. Елшелĕнче чăн тытăнса каланă чух икĕ сăвва килтерсе (на 2 напева?) каланине илтнĕ эпĕ. Ib. Тата эпĕ: „Пӳркелĕнче (Елшелĕнчен пĕр ултă-çичĕ çухрăм) кĕвве вуникĕ сăвва (вуникĕ тĕслĕ юрласа) кӳрсе калаççĕ“ тенине илтнĕччĕ. Турх. † Тăрин çинçе сасси пит хурлăхлă, мĕн сăвăпа юрлани илтĕнмест. N. Кĕвĕ сăввисем, юрă сăввисем. С. Айб. Хрутун, купăса алла илсен, пĕрре сĕрсе ячĕ, тет те, темиçе тĕрлĕ сăвă сассисем (гармоничные звуки) янăраса кайрĕç, тет. Тим. † Юрăра тĕрлĕ сăвă пур, сăвăра тĕрлĕ сăмах пур. Ячейк. Пире апи ĕçтерет, пирĕн сăвва илтесшĕн. Дик. леб. З8. Кăмрăк тăвакансем те ĕлĕкхи пекех юрлаççĕ; ача чух эпир çав юрă сăввипех ташлаттăмăр. Кĕвĕсем. Эй шупчăк, сарă шупчăк! Юррушĕн çеç юратмастăп эп сана: сăввушĕн те, кăмăлушĕн те юратап.

сăвăлла

мелодичный, с мелодиями. Кĕвĕсем. Янăртать пĕр шупчăк сассипе, юрлать çĕр сăвăлла юррине.

Сăвăр

(сы̆вы̆р), веять. ЧП. Пĕр çилсĕр тулăсем сăвăртăм. СТИК. Çил вашлаттарса вĕрнĕ чухне (çил хытă вĕрнĕ чухне) тырра часрах савăрса пăрахасчĕ-ха. Сред. Юм. Тыр сăвăрас тесе тырра кĕреçепе ывăтса çил çинче тасатас тессине калаççĕ. Орау. Мишук ятли вир аштарса пĕтерсен, тытăннă йĕтем çинче вир сăвăрма. Çав вăхăтра Кăркка ятли, кĕсем умăнчен иртсе кайнă чухне, тытăннă кунтан, Мишукĕнчен, мăшкăласа кулмашкан: ай, ай, сирĕн кăçал вирĕр нуммай пулнă иккĕн, кăна тултарма мишукăрсем те çитес çук! тесе. || Помешивать особым образом, как бы вея. Орау. Хăмла вĕресе хăпарса тăкăна пуçласан, алтăрпа сăвăрсан, вĕрени чакать. Сĕт вĕресе хăпарсан та, çаплах сăвăрсан, чакать. Изванк. Перекет, перекет амăшĕ, килĕр ĕçме-çиме, тĕпелерех иртĕр, тет те, сăрине пĕртак: перекет, тесе, шăпана йĕри-тавра сăвăрса ярат (сливает понемногу в жбан. çĕн çын яшки). КС. Сăвăр, черпать молоко и постепенно выливать назад, чтобы во время кипячения оно не ушло из котла. Ib. Сĕте аран сăвăрса чартăм, пăртакках тăкăнса каятьчĕ.

савăр

сурок. Зап. ВНО. N. Сăвăр шăтăкĕнчен тухса ларать. Н. Седяк. Сăвăр питĕ макăрать, тет, çын тытсан; куççулĕсене шăлса макăрать, çавăнпа ăна: çынран пулнă, теççĕ. Собр. † Хамăр тăван килет асăнса, сăвăр тирĕ витĕнсе. Юрк. † Çӳлĕ тусем çинче сăвăр ларат, унăн йăви йывăç тĕпĕ çинче. Н. Карм. Сăвăр — сурок, живет на горах, свистит. Альш. Сăрт хĕрринче сăвăр шăтăкĕсем пур. Унта сăвăр нумай. Сăвăрсем сарăрах семлĕ (сарăрах тĕслĕ, желтоватого цвета), хурарах семли те пулать. Вĕсем уçăм çинче тăранса çӳреççĕ ерттеллипе. Пĕр иккĕшĕ ялан ту çинче çын килнине сыхласа лараççĕ. Сыхлаканнисем икĕ кайри урисем çине лараççĕ те, çын килнине курсанах: чрин! чрин! кăшкăраççĕ: таçтан аякран кураççĕ вĕсем çынна. Ку кăшкăрсанах, ыттисем шăтăкĕсем патнелле чупа-чупа пыраççĕ, пĕчĕкçĕрех йытă пек. Шăтăкĕ умне пыраççĕ те, лараççĕ пăхса кайри урисем çинче; çывăха пыра пуçласанах, сысна пек: кăрин! кăрин! туса, пупăл-пупăл тенĕ пек каласа кĕрсе каяççĕ. Тахçанччен тухмаççĕ пĕр кĕрсен. Шăтăкĕ вĕсен питĕ тарăна каять. Шалта вăл пӳлĕмлĕ-пӳлĕмлĕ пулат. Унтан-кунтаи тухмашкăн „тĕннисем“ пур, шăтăкĕсем. Вăл сăвăрсем акă ăçтан пулса кайнă, тет. Ĕлĕк пĕр пуппалан начарккарах чăвашăн анисем юнашар пулнă, тат. Акаççĕ, тет те, кĕсем, пупăн тырри начар пулат, тет, лешĕн тырри лайăх пулат, тет. Пуп кунăн тыррине хăй йышăнат, тет, хăй анине çук çынна парат, тет. Леш калат, тет: манăн ку мар, лешĕ манăн, тесе калат, тет. Хайхисем тавлаша-тавлаша сута каяççĕ, тет. Сутсем кĕсен анисене килсе пăхмалла, тет. Пуп хăйĕн пĕр ачипе пĕр хĕрне анасем çине ертсе каят, тет те, леш çук-çын ани çине нӳхреп пекки алтса, ку ачапа хĕрне çавăнта кӳртсе лартат, тет. Кунта килсе ыйтĕç, эсир вара: ку пупăн, леш çукăн, тесе ларăр, тесе калат, тет, ачисене. Хайхисене тăпра курăнмалла мар витсе хăварат, тет те, каят, тет, килне. Акă, нумай тăмаççĕ, тет, килеççĕ, тет, хай сутсем. Каяççĕ, тет, пурте кĕсем анасем патне. Çитеççĕ, тет те, аптăраççĕ, тет: ниçтан хăшĕ хăшийĕнне пĕлме çук, тет. Пуп калат, тет: атьăр, çĕртен хăйĕнчен ыйтар, тесе калат, тет. Ыйтаççĕ, тет, çĕртен: ку кам ани? тесе калаççĕ, тет. Çук-çын ани çинче: пупăн, пупăн, тесе калат, тет. Леш пупĕ ани çинче: çукăн, çукăн, тесе калат, тет. Çапла пуп çук-çын анине йышăнат, тет. Анчах уншăн унăн ачисем çын пулаймаççĕ, тет: сăвăр тăват, тет, вĕсене турă. Вĕсем хиртех пурăнмалла пулса юлаççĕ, тет, çапла. Сăвăрсем шăтăкне кĕрсе кайнă чухне, темĕнле: пупăн, пупăн, çукăн, çукăн, тенĕ пек каласа кĕрсе каяççĕ вĕсем.

сăвăр кăмпи

назв. особого рода гриба, употребляемого для лечения ран. Зап. ВНО. Янтик. Сăвăр кăмпи, особого рода гриб (шарообразный), от которого, если дотронуться, летит в роде пыли. Бывает величиною с голову, серовато-темного цвета. Баран. 41. Типнĕ сăвăр кăмпи тусанĕ пек, çĕрĕк тусанĕ пĕр авкана лапах хупласа илет.

сăлăп

(сы̆лы̆п, сŏлŏп), запор, засов. А. Турх. МПП. Сăлăп, деревянный или железный прут, который проходит через деревянные или железные скобы, вбитые горизонтально в косяки двери и запирающие дверь. Н. Седяк. Сăлăп — хапха питĕрекен вăрăм патак; урлă питĕреççĕ. СПВВ. НН. Сăлăп — вите алăкне урлă хурса питĕрекен йăвăç. ЩС. Сăлăп, задвижной запор у двери конюшни и у ворот. Ib. Хапхана сăлăп хыв-ха. СПВВ. ВА. Сăлăп (сулăп); вите алăк сăлăпĕ (сăлăп ярас). Никит. Сăлăпа катерсе пăрахрĕ. Изамб. Т. Сăлăппалан шалтан кĕлете питĕреççĕ, унăн пĕр пуçне пĕр-пĕр япала çумне тĕрентереççĕ, тепĕр пуçне алăк çумне тĕрентереççĕ, уçнă чухне кантăрапала алăка тĕренĕ пуçне çулелле çĕклеççĕ тĕ, алăк вара уçăлат. Тюрл. Сăлăп, запорка, напр., у конюшни. См. чикмек.

сăлтав

(-дав), причина, повод, предлог. Юрк. Сăмах майĕпе ку та сăлтав тупса ак çапла калаçа пуçлать. Орау. Эпĕ хулана ачана вĕренме кӳртес сăлтавпа килтĕм. Ст. Яха-к. Тепле пĕр çын епле те пулин сăра ĕçесшĕн сăлтав тупса: кунта манăн ĕнер çĕлĕк юлман-ши, ĕнер, хам ĕссĕр пулса, таçта манса хăварнă, тесе пырса ыйтат. N. Хĕр ашшĕпе амăшĕ: параймастпăр, пирĕн хĕр çамрăк-ха, тесе, сăлтав тытаççĕ. См. сăлттав.

сăлтăк

(сы̆лды̆к), вина, недостаток, порок. N. Яланах усал тăвасшăн сăлтăк шыраса çӳрет вăл. СПВВ. ФИ. Сăлтăк — айăп: ăçтан та пулсан сăлтак сиксе тухĕ те, вырăнтан кăларĕç-пăрахĕç. Изамб. Т. Пĕр-пĕр япалана, кăмăла килмесен, сăлтăк (недостаток) пур тесе, илмеççĕ (не берут). Трхбл. Ун пек сăлтăк мулла хĕрĕнче те пур. (Старая поговорка). Емельк. Кăшт сăлтăкĕ пур (напр., о лошади, человеке). См. сăкăлтăк.

сĕлттав

повод, причина, предлог. Ильм. Пĕр-пĕр сăлттав тупаççĕ те, евчи ачĕне хĕр ашшĕ патне тӳрех ярать (сваха посылает парня к отцу девушки). Юрк. Паян атте килчĕ: сăлттавĕ — мана хамăр яла хĕр курма илсе каясшăн. Ib. Сăлттавпа калаçса пăхни. Ib. Сăлттавĕ аван. Хорош предлог (отговорка). А. Турх. Сăлттав — повод к чему-нибудь. См. сăлтав.

сăмах

(сы̆мах, сŏмах), слово. Байгул. Пурне те пĕр сăмах хăвармасăрах вулаттăм. Букв. Пĕлмен — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. Ib. Ут вĕçерĕнет — тыттарать, сăмах вĕçерĕнет — тыттармасть. Ib. Пысăк сăмах каличчен, пысăк чĕлĕ çăкăр тыт. Дик. леб. 43, Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Г. А. Отрыв. Тĕплĕнех ыйтса, сăмахран сăмахах (слово за словом) çырса пытăм. Регули 1094. Вăл сăмахсам çине пит çиленчĕ вăл. N. Кунти сăмаха çырма юрамасть. СТИК. Вăл сăмаха пĕр шухăшламасăр персе ярат (необдуманно, опреметчиво говорит). Ib. Сăмаха çăтать. Проглатывает слова. Сред. Юм. Сăмаха тӳр перет: 1) нераспространяется в разговоре, а говорит лаконически; 2) не разборчивый в словах: что придет в голову, то и скажет. КС. Сăмахпа кас, резать на словах. С. Айб. † Эпир тăванпа тăван калаçнă чух сăмах сайран сахăр тути пур. N. Куллен пĕр сăмах вĕренеттĕр калаçма (ребенок). Альш. Вăл кирек епле сăмахăн та майне тупат (знает, куда отнести слово). Ib. Сăмах илемне кӳрет. Красноречиво говорит. Ib. Каланă сăмахне суяна хăвармас. Он исполняет сказанное. N. Çак сăмахсемпе сыв пула тăрăр. (Из письма). Якейк. Сăмах куçа кĕмеçт, тĕтĕм куçа кĕрет. Ст. Чек. Сăмахран тухнă, унтан-кунтан мар. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрĕ пурне вĕçне тăрса юлчĕ, чун савнипе пуплесси виç сăмах вĕçне тăрса юлчĕ. Ачач 510. Сăмах чĕлхе вĕçнех тухса тăнăччĕ. Çук. Пулаймарĕ вĕт. N. Çĕнĕ сăмахсем, неологизмы; ют чĕлхерен кĕнĕ сăмахсем, варваризмы. Кивелсе, тухса ӳкнĕ сăмахсем, архаизмы. N. Сăмах вĕçĕнчен (в конце концов) çапла калар N. Вырăс сăмахĕллĕ халап. N. Мĕн сăмаха килет? Что значит, как сказать по-другому? N. Хлеб тенĕ сăмах чăвашла мĕн сăмаха килет? Истор. Вĕсене сăмах уçса калама та паман (не давали вымолвить слово). N. Анчах ĕлĕк чăвашсем шкулĕсем çинчен сăмах та уçтарасшăн пулман (не давали раскрыть рта). Ачач 104. Курсассăн, пĕр сăмах та уçмĕ-ши мана? || Разговор, беседа. Чăв. й. пур. З2. Хăй калаçма, сăмаха пит ăста пулнă (говорить был мастер). N. Сăмахра хăйне йăваш тытатьчĕ. В разговоре был смирен. N. Вăл çын сăмахăн вĕçне-хĕрне пĕлмес (говорит необдуманно, не думая о последствиях). Орау. Кайăр, кайăр часрах, кунта пирĕн сăмах пĕтмĕ (здесь всего не переговорить, конца не будет). Шибач. Сăмах çавăрма пĕлимаçт. Ib. Сăмах çавăрса поплимаçт. Сред. Юм. Сăмаха пит ваклать, говорит много, со всеми подробностями. Ib. Сăмаха сĕрет анчах. Разговаривает бестолково. Ib. Сăмаха тытмастăн (каламалла мар сăмаха та çынна калакана калаççĕ). N. Сăмаха тытмас, пробалтывается. Ст. Чек. Сăмаха тытса пăхса калаç. Говори осторожно. Ib. Пирвай чăваш сăмах пуçламăшĕ — сывлăх çинчен пĕлет: сыв-и, аван-и? Якейк. Эп сăмах ваклакан çын-и-ке, сăмах ваклакан-çын сана тем те топса парĕ. ТХКА 25. Майпе, сăмах çаврăннă майĕпе кăна, мĕншĕн мана ятланине каласа памашкан шутлатăп эпĕ. Ск. и пред. чув. 60. Пăртак ларсассăн, сăмах майĕпе Янтрак мухмăр уçма эрех ыйтрĕ. N. Çавăн урлă сăмах майĕпе эсĕ çта, епле, мĕн ĕçлесе пурăннине ытса пĕлтĕм... N. Çынсем калаçнă чух, вĕсен сăмахне пӳлмен-и? Хора-к. Пирн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Расск. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. КС. Сăмах çине килтĕн. Легок на помине. Сред. Юм. Тин сана тапратнăччĕ-ха, сăмах çинех пôлтăн. Яргуньк. Кам ман(а) хирĕç сăмах хушать? Кто со мною может поговорить (или: поговорит). Ст. Чек. Каяллах сăмах айне пулчĕ, хайхине парччĕ. Мы опять уклонились от главной темы разговора, дай-ка ту вещь, о которой шла речь. Юрк. Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ. Ильм. Чипер пурăнăр, килти сăмаха яла кайса ан калăр, ялти сăмаха киле килсе ан калăр. (Из наставления новобрачным, произносимом родителями жениха). Яргейк. Ялти халап ялтах юлтăр, килти сăмаха яла ан кăлар, теççĕ (различие между словами „халап“ и „сăмах“). Ходите во свете. Акă сăмах çине килнĕ чух калам... N. Каласа хурас терĕм те пĕре (хотел задеть его на словах), сăмах айне пулса карĕ (или: пулчĕ т. е. не успел во время сказать), тепре тапратмарăм. Орау. Темскер каласшăнччĕ эп, сăмах айне пулса карĕ. || Пересуды, сплетня. С. Дув. Кĕтӳ хăван арăмсен мĕншĕн сăмах пĕтмест-ши? N. Лайăх утсем юртат — çулсем юлат, пирĕн савни каят — сăмах юлат. Ск. и пред. 8. Халăх шав-шавĕ пĕр вĕçлĕ, шав-шав сăмахĕ çĕр тĕслĕ. Т. VI. 47. Çын сăмах(ĕ) тăрăх ан кай. (Из моленья). Ала 72. † Ырă пике пек хĕрне сăмах хыççăн çухатрăн. (Плач невесты). Байгл. † Сăмах хыççăн çӳресе пуçăм шыва юхайрĕ. (То же). Ст. Шаймурз. † Тусăм! пире кăçал мĕн пулчĕ, хушăмăрта сăмах вылярĕ. || Слух, молва. N. Мĕн сăмах илтĕнет? Çĕнĕрен халапсам мĕн вулаççĕ? Орау. Вăл сăмах пĕтĕм яла сарăлнă. Распустили слух по всей деревне. || Бранное слово, брань. Якейк. Ялти сăмах пире тивет (нас бранят). Ib. † Пирĕн çони çонатлă, çитмен çĕре çитерет, илтмен сăмаха илттерет. С. Айб. † Тусăм, çын сăмахпе ан сивĕн, хамран сăмах илтсен тин сивĕн. Трхбл. † Çын сăмах(х') хыççăн кайса ан сивĕн, хамран сăмах-сăмах илтсен тин сивĕн. (Сăмах-сăмах — это двойное употребление [повторение] выражает упорное повторение чего-либо. Сăмах — неприветливое, враждебное слово). Изамб. Т. Пирĕн ялсем вĕсене сăмахпа пустараççĕ (аптăратаççĕ). N. Е сăмахĕ айне кĕнĕ пулсан. Пазух. Атăксенĕн хĕрĕсем пирĕн сăмах айĕнче. N. Атте мана савмарĕ, сăмахпала çӳретрĕ, анне мана пит саврĕ, пушмакпала çӳретрĕ. Сунчел. † Ăçта çӳресен те лайăх çӳре, сăмах ан ил, тăван, ху çине. N. Ху çын аллинчен пăхакан пулăн, сăмахсăр татăк çăкăр та çиеймĕн. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах айĕнче пурăнатăп. (Хĕр йĕрри). Ib. † Аттепеле анне хушшинче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. Трхбл. † Çакă атте-анне килĕнче пĕр сăмахсăр пӳме ӳстертĕм. (Сăмахсăр ӳстертĕм — япала, т. ыт. те — означает чистоту, свободную от всяких неприятностей; сăмахлă, спорный, а более всего = ылханлă, кĕвĕçлĕ). Собр. † Çичĕ ютран сăмах килсессĕн, пирĕн хута кĕрес çыннăм çук. Сред. Юм. Сăмах айĕнче порнас полать çав. Приходится терпеть брань, ругань. АПП. † Манăн кăмăл пит çемçе, çичĕ ют сăмахне йăтас çук. || Упрек. Бюрганский. Эпир уншăн кӳршĕ-аршăсенчен темĕн чухлĕ сăмах та илтнĕ пуль та, çапах та тытăнмастăпăр (т. е. не принимаемся за чӳк). N. Сăмах тĕкет. Упрекает. Изамб. Т. Халех сан пирки сăмах илтсе вырт. Уже с столь младых лет ты навлекаешь на нас чужие покоры. N. Çын сăмахĕ айĕнчен кăларăп. || Ссора. Ст. Шаймурз. † Эпир савнисемпе пурăннă чух хушăмăртан сăмах тухминччĕ. || Речь. Кан. Сăмахсем тухса каларĕç. Туй. Кашни кĕмессерен мăн-кĕрӳ сăмах калать: вăл йăнăшас пулмаст, йăнăшсан, ăна пырса хăлхаран тăваççĕ. N. Вăл вăрăм сăмах каларĕ. || Уговор. N. Ку ĕç сăмах çинче тĕрĕс тăмалла пултăр, тесе, пригăвăр тăвас тенĕ. N. Унта вĕсем пуху мĕн шухăшланине çырас терĕç. Пуху хăй сăмахĕ çинче тăрать. || Совет, мнение. Юрк. Унăн сăмахне итлесе, хайхисем ачине ашшĕ патне илсе каяççĕ. N. Эсир аму каланă сăмахсене итлĕр. Кив.-Ял. Эсĕ ман сăмаха итле (слушайся). || Пожелание. Якейк. † Ыр (привольно) çияс та, ыр ĕçес, ыр сăмахсăр каяс мар (ятлаçмасăр-тумасăр). || Дело. N. Орăх сăмахпа килтĕм. Я пришел по другому делу. N. Мĕн сăмахпа (по какому делу) килтĕн тата, Симун? — Мĕн сăмаххи паллах. N. Мĕн тăван унпа? тет.— Сăмах пурччĕ, тетĕп. || Обещание. Ерех 21. Сăмаха каллĕ-маллĕ тума юрамасть (надо держаться данного обещания и пр.). || Заклинание, наговор. Магн. М. 154, 155. Ăшăтакан сăмах, приворотное заклинание; сивĕтекен сăмах, отворотное заклинание. || Загадка. Курм. Сăмах яр.

пĕр сăмах пул

сговориться. Нюш-к. Пĕтĕм выртма ачисем пĕр сăмах пулнăран ун çинчен никам та пĕлмен. Сăмах кайран çиç тухнă.

сăмаха кĕр

быть в ссоре, получить замечание или выговор, быть обруганным, затевать ссору. Сир. 66. Çапла хӳтлĕх паракантан ят илтесси, кивçеншĕн сăмаха кĕресси ăслă-хакăллă çынна пит йывăр вăл. Орау. Тьăппултăр-и (= тĕп пултăр-и), пĕр-ик кĕлтеллĕх тырпа тутă пулас çук; тата, анана кĕрсе вырнă тесе, ятлаçа пуçлĕ, кутăнскер, уншăн сăмаха кĕрес пулать. Янтик. Мĕн çавăн пирки (из-за него) сăмаха кĕрсе ларан унта (затеваешь ссору)! Ib. Мĕн сăмаха кĕрсе ларан унта! Сана унтан ним усă та пулас çук вит! Альш. Вăл калаçма пит ăста çынпа, çынна пĕрре те сăмаха кĕмелле тумас (так, что между людьми не возникает пререканий).

сăмăх-качка

разговоры вообще. Орау. Мĕн сăмах пур, килемей?.. — Сăмаххи-качки... пĕр усал (плохонький) ача пирĕн ни вилимаçт, ни чĕрлимаçт те, сирĕн упа шăмакки (у др. упа кĕпçи, вонючее растение, в отваре которого купают слабых детей „нишлĕ ачасене“) пур терĕç те, çавна исе кайса пăхас теп.

сăмахлакала

(-га-), учащ. ф. от сăмахла. ЧС. Çапла эпир çул çинче сăмахлакаласа тавăрăнтăмăр. || Браниться. КС. Вĕсем паян пĕр-пĕринпе сăмахлакаларĕç (= ятлаçкаларĕç), курăнать.

сăмах пар

позволять говорить, дать слово. || Промолвить слово. N. Ку çамăрк хуçа вара çав тĕрлĕ ырă арăмне те пĕр сăмах та паман (ни слова не сказал). || Причитать над покойником? N. Унта вара тупăка вырттараççĕ те, сăмах параççĕ. || Обещаться, дать обещание. N. Ӳлĕмрен те нихăçан та çын япалине илмессе сăмах панă.

сăмса

(сы̆мза), нос. ТММ. Название носа и его частей: 1) самса, нос; 2) сăмса шăтăкĕ, ноздря; З) сăмса кимĕрчекĕ,— кăмăрчакĕ, — кимĕреки, перегородка носа; 4) сăмса çуначĕ, края носа около ноздрей; 5) сăмса лупашки, желобок под перегородкой между ноздрями; б) сăмса кучĕ, место около ноздрей, внизу; 7) сăмса кучĕ, переносье (Чебокс. р.); 8) сăмса тĕпĕ, переносье (М.-Яльчик. р.); 9) сăмса кăкĕ, переносье (Ибрес. р.); 10) сăмса тӳрчĕ, хребет носа, спинка; 11) сăмса каçанĕ, хребет (М.-Яльчик. р.); 12) сăмса тăрши, хребет носа (Ибрес. р.); 13) сăмса вĕçĕ — кончик носа; 14) сăмса çийĕ,— тӳрчĕкĕ, спинка хребта, 15) сăмса лапчăкĕ, переносье (М.-Яльчик. р.); 16) сăмса карчĕ (Алик. р.). ЧС. Чăвашсем: сывмар çынăн сăмси сулахай енелле пăрăнсан, çын вилет, теççĕ; сылтăм енелле пăрăнсассăн, сывалать, теççĕ. Б. 13. Сăмса айĕнчи курăнмасть, вăрман урли курăнать. Трхбл. Виçĕ юпапа аслăк тăрать. (Сăмса). Пазух. Çакă ялăн хĕрсене сăмса тăрăх пăхтартăм. Выçăхакансем 26. Сăмсана çурать. К.-Кушки. Сăмса йӳçсе тăрат. (У меня) насморк. Шибач. Сăмса питĕрĕнсе ларчĕ (при насморке). Хурамал. Лаша йĕпене сăмсипе туртать, теççĕ. Собр. Сăмса питĕрнсессĕн, тăман пулат, теççĕ. Орау, Туппăрн-и? — Тумпан. — Сăмсу айне пулчĕ пуль (наверное, тут же под носом лежит, а ты не замечаешь). Городище. „Сăмси туртмасть. Не ходит к кому-либо после нанесешшх неприятностей“. N. Сăмса питĕрĕнсен (если заложит нос), çумăр çăват, теççĕ. Коракыш. † Ула лаша утлантăм, улăх тăрăх чуптартăм, çакă ялăн хĕрсене сăмса тăрăх пăхтартăм. Ib. Хайхи усал тухрĕ те калать: эсĕ паянах тамăка кайрăн, тет. Сред. Юм. Сăмсана йытта касса парам (говорят, когда в чем-нибудь уверены). Ib. Сăмсапа ӳсрет, чихает. Ib. Сăмсапа тортакан тапак, нюхательный табак. N. Хресченĕн хăлхи илтмен. Калаçма вăл хулăн сасăпа, сăмсапарах калаçнă. О сохр. здор. Тата вăл ӳслĕке те ерет (малтан сăмсаран ӳсĕрет). Скотолеч. 34. Вара сурах сунаспа аптăраса тек сăмсаран ӳсĕрет. СТИК. Пĕчĕкçĕ ачана пĕр-пĕр япала парса илмесен, ăна кирлĕ мар, тутлă мар, çиместĕп, тесе, илмесен, ăна: сăмсу айĕнчи тутлă, тесе калаççĕ. Орау. Япалана куç умăнче выртнă çĕртех, хăш чухне, асăрхаймасăр шыраса çӳреççĕ. Çавăн пек чухне тепри: ак кунта вĕт (япалу), сăмса айне пулнă, тиççĕ. СПВВ. Сăмса ăшши туса лартрăм (избушку). Тим.-к. -† Картлă-картлă пашалу, карчĕ тăрăх çу юхать. Çиес килет — пĕçерет, пĕçернине мĕн пĕлен, сăмсу таран пусса çырт. КС. Сăмсаран шаклатас (слабее, чем шаклатас = шаклаттарас). Юрк. Самсана шăшлакан тапак пуракĕ хуппи çумне çыпçăнсан, йĕпе пулат. Изамб. Т. Пирĕн хамăр хушшăмăрта та тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитеççĕ. Собр. Хывнă кун килти çын сăмсан (= сăмсапа) ĕсĕрсен, тепĕр çав вăхăтчен вилет, теççĕ. Ст. Чек. Сăмсана пăрат, çиленсен çын сăмсине пăрат; кăмăлне кайманнине илтсен, çын сăмсана пăрат. Ib. Сăмсине картса ярас. Надо ему зарубку зарубить, чтобы не забыл (о беспамятных и пр.). Альш. Сăмсана кӳ! пырса çапăнат. Отрыгается в носу. N. Сăмсана тавăрчĕ, сделал ядовитое и прямое замечание по чьему-либо адресу. N. Самсаран тĕрт, почти то же, что сăмсана тавăр. Кильд. Эпĕ уна çыпăçас мар та, манăн сăмсама йытă çитĕр. Н. Седяк. Сăмса кĕçĕтсен, çын вилнĕ. (Примета). Сятра. Сăмса тортса çурат (= çывăрать), храпит. Ib. Амĕш ачине мĕн те пуса парат пулсан, ача: ку пĕчиккĕ, аван мар, тесен: сăмсу айĕнчи пысăк, тутлă, тет. ГТТ. Сăмсана тăсса çӳрет. || Сопли. N. † Çакă ялăн хĕрĕсен сăмси (сопли) юхать, курмастри? Пшкрт. Сăмсине йоктарса çӳрет (сопливый). Ib. Сăмсапа лапăртаса лартнă (соплями). Шибач. Сăмса тохать (сопли). N. Чăн асли яланах сăмса айне тирпейсĕр тытат, тет, пĕрмай сăмсине юхтарса çӳрет, тет. Якейк. Ачайăн сăмси тохнă, шăлса ил-хе. Шурăм-п. Ан макăрса тăр кунта, юха-сăмса. N. Пĕчĕк ачасем сăмсисене (или: сăмсине, или: сăмса) шăла пĕлмеççĕ. || Клюв. Дик. леб. 39. Елиса пиччĕшĕсем хĕвел тухнă чух, акăш пулса, хăйсен юратнă йăмăкне вырттарнă куçлă-куçлă хутаçа сăмсисемпе хĕстерсе тытнă та, çӳлелле, пĕлĕт патне çитех явăнса вĕçсе улăхнă. || Мясистый отросток на клюве индюка. Сред. Юм. Кăркка сăмсине тăсса антарчĕ. || Носовая часть судна. Сунт. Прахут, сăмсине майĕпе тăвалла çавăрса, пристăнь çумне пырса лартĕ. || Краюха (хлеба). БАБ. Сĕтел çинче выртакан çăккăра илчĕ те, варринчен пĕр сăмса касса илсе, сĕтел çине хучĕ. Якейк. Сăмси, краюшка. Собр. Çын аллинчи кукăль сăмси пысăк курнат, теççĕ. || Особые зарубки на жертвенной лепешке. Менча Ч. Çимĕçсене кăмакана хывиччен, пĕр хăпартуин аяккине алăпа виçĕ мăклĕ тăваççĕ те, ăна сăмса теççĕ. (Ака пăтти). ДФФ. Пашалу хĕрне пĕр енчен пурнепе пиллĕк чĕпĕтсе картлатьчĕç, ăна „сăмси“ тетчĕç. С. Тим. Пилĕк сăмсалă, варринче хĕреслĕ пашалу (употребляется при жертве хĕрт-сурт'у). || Небольшой пирог из белой муки. Сред. Юм. Ib. Сăмса. Так назыв. в Ковалях, Урмар. р. маленькие пирожкн, приготовляемые у татар. || Часть ручки посуды, напр., ковша и пр. Собр. Пĕчиçиç курка — сар курка, аври сăмси — шур ылттăн. || Передний угол лезвия топора. Кора-к. † Пушăт касма карăм та, пуртăн сăмси катăк пулчĕ. || Мыс. Хорачка. Сăмса, мыс. N. Çапла ишсе пынăçем, эпир сăмса çине пырса кĕтĕмĕр. || Грива. Пшкрт. Çа сăмсара молкаç выртатьчĕ. КС. Сăмса, угол леса, поля. См. хĕрт-сурт'у). || Небольшой пирог из белой муки. Сред. Юм. Ib. Сăмса. Так назыв. в Ковалях, Урмар. р. маленькие пирожкн, приготовляемые у татар. || Часть ручки посуды, напр., ковша и пр. Собр. Пĕчиçиç курка — сар курка, аври сăмси — шур ылттăн. || Передний угол лезвия топора. Кора-к. † Пушăт касма карăм та, пуртăн сăмси катăк пулчĕ. || Мыс. Хорачка. Сăмса, мыс. N. Çапла ишсе пынăçем, эпир сăмса çине пырса кĕтĕмĕр. || Грива. Пшкрт. Çа сăмсара молкаç выртатьчĕ. КС. Сăмса, угол леса, поля. См. __сăмсак_.

сăмсалан

проростать (картофель, зерно). Изамб. Т. Сăмсаланнă, начал пускать ростки (картофель, а шăтнă — когда появляются более длинные ростки). КС. Акнă тырă сăмсаланать. Календ. 1906. Вăрлăха малтан тăварлă шыв çине яраççĕ, вара сăмсаланнине анчах акаççĕ. || В перен. знач. N. Вăл кăшт сăмсалана пуçласанах, хăш-хăш çынсем ăна кăмăл тăва пуçланă. КС. Çавсем çĕр илнĕ çĕре сăмсаланатех çав (старается войти в пай при покупке). Ib. Пур ĕçе те сăмсаланас пулать. Надо приниматься за различные отрасли. Ib. Çын пĕр-пĕр ĕçе сăмсаланать.

сăн

(сы̆н), внешний вид, облик, лицо, наружность; красивая внешность. Ал. цв. 45. Ун витĕр пăхсан, хĕрĕн сăнĕ ватăлмасть, хитреленсе, çамрăкланса пырать. Якейк. † Майра сăн пек пирн (= пирĕн) варлич, эпĕр тохса кайнă чох пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши,? Ib. † Апи тунă сăнăмпа хĕрсем куçне йоримарăм, улпут куçне йорăп-ши. (Солд. п.). Ib. Кăмакая шораттăрç те, сăнĕ кĕч (= кĕчĕ), атту ним манер çокчĕ. ТЬ. Атă тăхăнч (= тăхăнчĕ) те, çын сăнĕ кĕч (= кĕчĕ). Ib. Молча кĕрсе шор кĕпе-йĕм тăхăнч те, çын сăнь кĕч. Ст. Шаймурз. † Сайра вăрман çинче юр тăмаст: шухăшлă чĕрере сăн тăмаст. Собр. Тĕлĕкре эрех ĕçсен, çын сăнĕ каят, теççĕ. Шибач. Сăн кĕрсе кайрĕ. Никитч. Митюк тата çын сăнне яриччен, ураран ӳкиччен, никăçан та ĕçмен. Микушк. Вăл çапах сăна хытарса (скрывая страх) кĕнĕ те, ик алса туль ылтăн тултарса тухнă. Суждение. Сăна ӳкерет (безобразит), куç-пуçа тĕксĕмлетет. (Ĕçкĕ). Макс. Чăв. К. I, 59. Пире мĕн кĕçĕнтен, ай, çын çинĕ, пирĕн сăн ӳкмесĕр, ай, мĕн тутăр? N. Сăн кĕре пуçланă, стал поправляться (лицом). Абаш. † Эпĕр ăшран колянни сăнтан пăхсан палăрмаçт. Капк. Эрех вырăнне краççин ĕçнĕ те, вилет вĕт... Этем сăнĕ те юлмарĕ. ЧП. Сутă сăнăм. N. Сăнне янă, потерял прежнюю красоту. Пшкрт. Сăнтан тохнă, стал некрасив, пал с лица; потерял облик человека (стал негодяем). Стал(а) старорбразным(ой). N. Вĕсемшĕн çамрăк чухне ватă сăн кĕресрен хуйхă. Юрк. † Пирĕн çамрăк пуçра сăнсем çук, сăнсем пулмасан та ăссем пур, калаçса йăпатма чĕлхем пур. Тим. † Пĕввĕр те пур, сăнăр та пур. Сала 206. † Пирĕн çамрăк пуçра мĕшĕн сăн çук? Кĕçĕнтен хуйхăпа та ӳснĕрен. Т. Григорьева. Сăна сĕтел çине хумалла мар, теççĕ. (Послов.). АПП. † Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. N. Пуçăма çыхсан, сăнĕ каять (платок потеряет свою красоту). || Румянец. Тим. † Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел çути ӳкрĕ пит çине; çĕнĕ уйăхра тунă савнă тус, хĕрлĕ сăнĕ ӳкрĕ пит çине (на ее лице играет румянец). С. Айб. Хриттуна сăн кĕнĕ (появился румянец), тет. || Цвет. Эльбарус. Симĕс сăн çĕр çине ак хăçан ӳкет: йорсем кайса пĕтме пуçлаççĕ, çырмари çорхи шыв та выйсăрланса карĕ. Ib. Хальчен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, халь ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во порне те çĕнтерет. Кн. для чт. 144. Куккук ытла пĕчĕк кайăк мар. Унăн сăнĕ кăвак пулать. Кам. Враг. † Аккăш килет сассипе, кăвак чечек çуттипе, хĕрлĕ чечек сăннĕпе. Абаш. † Симĕс кĕпен сăн каять. Кайин, кайин, кайтăрах: пиççи вырăнĕ (место рубахи, где опоясывают поясом) йолатех. Собр. † Хусан арчи — сăрлă арча, илсе сăнне ямарăм. || Вид, образ. Ала 60. † Хам тăвансем аса та, ай, килнĕ чух сăнăсем пĕр ӳкрĕç те куç умне. Н. Якушк. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, мăшăр витре илсе шыва ан, шыв çине ман сăнăма пăх, шыв çинче манăн сăн пулмасан, эпĕ çуккине çавăнтан пĕл. Турх. Çамрăк сăнĕпеле çамрăк ӳсет, çамрăк ĕмĕрĕ иртет те, сăнĕ ӳкет. Якейк. Пиçнĕ çырла сăнĕ пор (у красавицы). N. Вăл Настяна сăнĕпе кĕлеткине тăвас тесех тунă та, ăсне кĕртсе çитериман. В. С. Разум. КЧП. Çакă çыннăн сăнĕ пур та, ăсĕ çук. У этого человека красота есть, да ума нет. N. Ман килти сăн йохса тохрĕ. Регули 982. Ним сăн те (ним ĕç те) çок. || Изображение. Синерь. Вĕсем хĕрлĕ тăн шăтăкне кайнă та, вăсем тăнтан ача сăнĕ тунă та, унăн куçне тăхлан кĕртсе лартнă. || Портрет. А. Турх. В. С. Разум. КЧП. Коридорта Луначарскипе Якăвлĕв сăнне (нельзя: сăнĕсене) çакрăмăр. Н. Сунор. Ман пата хăн (= хăвăн) сăна ӳкерсе яр. N. Çакă сăнăма асăнмалăх патăм савнă тусăма. N. Хам сăна ӳкерттерсе яр, тенĕччĕ. Сан сăмаха итлесе, пĕр тенкĕ парса ӳкерттертĕм. || Сходство. Регули 1389. Пăластăк ашшĕ сăнĕ пор. || Отражение. Янтик. Сирĕн урай пит таса-çке: сăн курнать саçим (зеркалит, т. е. отражает предметы, как в зеркале). Ачач. Хĕвел пĕрре тĕксĕм çутă пĕлĕт татăкĕ айне кĕрет те, пĕлĕт татăкне хура сăн çапать. Çутт. 157. Уйăх та тухрĕ те, хăй сăнĕпе шывра выльляма пуçларĕ, N. Эсир: шур хут сăнĕ çапнă, тетĕр (т. е. побледнел от сидения над книгами); ăна шур хут сăнĕ мар, вăл пирĕн ачасене епле те пулин вĕрентес тесе тăрăшнин сăнĕ çапнă, теççĕ. N. Вара вăйлă халăхăн культурĕн сăнĕ вĕсем çине ӳкет, вĕсене хăш чухне витĕрех çапса тухать. Шурăм-п. Ача, урай çинче те, тата урай пит çутă пирки аялта урайĕнче ларакан пукансенчен, сĕтелсенчен сăн ӳкет. Ib. Ман каллах ун патне шалти пӳлĕме кĕрсе, сăн курăнакан пукансем çине ларса курасси пулмарĕ. || Зеркало. В. Олг. || Маска. Çеçмер. Хăш чохне ачасам аташса çӳресе çорçĕр те иртсе каять. Хăшĕ тата сăн тăхăнаççĕ. Сăнсем полаççĕ качака евĕрлĕ, вăрăм коккăр мăйракаллă, çăмламас.

сăн-пуç

внешность. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ, сăнăм-пуçăм пурччĕ ман, сăрт хĕрĕнчи çырла пек. N. Сăн-пуç пур чухне хулара пурăнкалаççĕ, кайран киле тавăрнаççĕ. Сред. Юм. Çавăн чол пӳ-сипе, сăн-пуçпа такама та йораса каймалла ô. Ib. Сăн-пуç пит илемлĕ. Лицо красивое. Ib. Сăнĕ-пуçĕ çорлас пик. (Говорят про подного румяного человека). О сохр. здор. Сăнĕ-пуçĕ хăйĕн пĕртте юлмасть, вăйĕ пĕтет (у больного). Нюш-к. Сăн-пуç ватă пек туйăнать N. † Çак сăн-пуçа кӳртрĕм те, сомах тиманни пĕр кон та çок. При этой моей наружности не проходит без укоров... (Гов. девушка). Чăв. ялĕ. Сăнĕ-пуçĕ çурăлса тухать, теççĕ тăваш хĕрарăмсем ун пек чăхсем çинчен. Ск. и пред. чув. 103. Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен пăрăнтарать сăн-пуçа.

сăна

ы̆на), наблюдать, примечать, подмечать, испытывать. Т. VI. 11. Вăл ларса каяс лашана хапхаран тухнă чухне хăш урине малтан тапратассине сăнаççĕ... Микушк. Ялта çамрăк çын питĕ нумай, сăнамассерен пĕри вилет. Шурăм-п. Хайхи эп сăнанă çăлтăр яр-р-р! çутă ӳкерсе, куçран çĕтрĕ. Баран. 17. Петĕр телейне сăнамалла тетеллĕне тинĕсе яр. Ст. Чек. Ку çапла пулнине çынсам сăнаççĕ. Ачач 43. Юри сăнамаллах. КС. Эпĕ чăнах та, сăнасшăнах, тушах (то же) вилеççĕ (скот), тесе, кайса илтĕм (привел знахаря). Дик. леб. 48. Патша Елиса ăçта кайса çухалнине сăнах тăрать. Юрк. Пысăк çынни, ăна-кăна сăнаман пек пулса, нимĕн каламасăр иртсе каять. Кан. Çулталăк хушши килте сăнаса усрамалла тунă. Скотолеч. 3. Сывă лаша хăй тавăрашĕнче мĕн сас-хура пуррине лайăх сăнаса, итлесе пăхкаласа тăрать. БАБ. Кунта та вăлсем пĕр-пĕр усал ĕç тума килмерĕç-и-ха, тесе, сăнаса (наблюдая) тăра пуçларăм С. Алг. † Вăрман хĕрипеле тилĕ юртат, лайăх кайăксене сăнаса. N. Хуралçăсем (охотники?) сăнамасăрах иртсе кайнă. N. Акă эсĕ ăна юри сăнамаллăх (в виде опыта) туса пăх-ха. N. Туса пăх-ха çапла сăнамаллăх. N. Сăнаннисем, приметы (о погоде и пр.). Бюртли. Вăрмана пырсан, унăн сăнанă юмансем патне пыра-пыра кулачă таткаласа пăрахатьчĕ.

сăнар

вид, образ, облик. Хып. № 16-17, 1907. Пĕрин çумĕнче тепĕри киленет: пурте пĕр сăнар (т. е. похожи друг на друга). Трхбл. Ашшĕ сăнарĕ пур. Имеет образ отца, т. е. похож лицом на отца. Ib. Унта çын сăнарĕ юлман. В нем не осталось облика человека.

сăпаççипă

(сы̆бас'с'ибы̆), спасибо. Трхбл. Сăпаççипă! — Сан сăпаççипупа кĕрĕк çĕлетсе тăхăнмалла-и мĕн! Сĕт-к. † Ыр ĕçсе те ыр çиса, сăпаççипах ыр çынне, эпĕр ĕçнĕ вырăнне сĕткен полса йолтăр-и. Ядр. Сăпаççипах сорăхне варсăр пулса вилнĕшĕн. Собр. Ĕлĕк пĕр сăпаççипăшăн пĕр çул ĕçленĕ, теççĕ. (Послов.).

сăпăрчăк

(сы̆бы̆рџ̌ы̆к), скользкий, склизкий. Шел. 49. Тăпăр-тăпăр тăпăрчăк, урай хăми сăпăрчăк, йăкăш-йăкăш тăвар-и? Пӳрт урайне çăвар-и? || Пустое, без зародыша яйцо. В. Олг. СТИК. Тăрă çăмарта ăшĕнче чĕпĕ-мĕн нимĕн те пулмаст, пĕр сăпăрчăк кăна пулат. || Болтун. В. Олг.

сăпка

(сы̆пка), зыбка. Изамб. Т. Сăпкара ача сиктереççĕ. СПВВ. ЕХ. Сăпка — чĕчĕ ачине вырттармалли вырăн. О сохр. здор. Вĕсем (чуваши), ачасене сиктермешкĕн, е хупран авса, е тăват йывăç çумне пир çĕлесе, сăпкасем тăваççĕ. Юрк. Сăпка таврашĕ: сăпка, пĕкече, сиктĕрме, сиктĕрме унки, сăпка çакки, сиктĕрме кантăри, сăпка çитти (витнине калаççĕ). Ib. Пушă сăпкана сулласан, ачи йĕрекен пулат. Б. 13. Ватта туя кирлĕ, пĕчĕкçĕ ачана сăпка кирлĕ. Альш. Сăпка çумне усал пырса ан вăрăнтăр тесе, тимĕр çакаççĕ. Тюрл. Сăпка çакакан ункине те сăпка тимри теççĕ. Н. Карм. † Атте-анне çурчĕ — ылтăн сăпка, хăш ачине савать, çав тытĕ. Альш. † Пиччепеле инкене чуптутарма килтĕмĕр; сăпка тулли ачине çывăрттарма килтĕмĕр. Ib. Сăпкари ача, малый ребенок, дитя. Юрк. † Хуп касрăм, сăпка турăм Тарье хĕрне сиктерме; сăпки сиксен, ачи утсан, хамах пырăп килелле. Кн. для чт. I, 3. Хурама хупĕ сăпкийĕ, уртăш йывăç пĕкечи (scr. пĕкĕчи), пилеш йывăç сиктĕрми, ӳлма йывăç çеклийĕ, çăка йывăç пăявĕ, пилĕк пирĕ пикелчи (с афф. З л., пеленка), улттă пирĕ кипкийĕ, çиччĕ пирĕ çи витти, саккăр пирĕ шăналăкĕ, тăххăр пирĕ кĕпийĕ. Чертаг. Виçĕ çăка пĕр çĕрте, варринчи çăкана касса илеççĕ те, хуппине ӳкерсе сăпка тăваççĕ: ача пôрнат, тесе калаççĕ, онпа. См. шăнаш.

сăптăр

(сы̆пты̆р), шаркать, провести рукой по поверхности чего-либо в одном направлении. В. Олг., Городище. Кан. Сылтăм аллипе ĕнсине сăптăрса илчĕ. || Разглаживать. Хорачка. См. тăла тĕртни. Пазух. Кăвак кăна сăхман, ай, сăптăрми, сăптăрсан та лайăх, ай, шуралмĕ-и? || Рвать при помощи пальцев, вкладывая в пальцы; содрать горстью, напр., кисти черёмухи, калины, овес, оставляя ягодки или зерна в горсти, пропуская стержни сквозь пальцы. Б. Крышки. П. Яндоуши. Çĕмĕрте, хурлăхана сăптăрса татаççĕ. Шибач. Пшкрт. Хăмлая спас çитсен сăптăраччă. ЧП. † Хура сăкман, йăс тумме, сăптăрса та татăлмасть. || Загребать рукою, загребастать сложенное на поверхность сыпучее тело. Б. Карачк. || Ударить, бить кулаком. Юрк. Çав вăхăтра тӳпелешекеннисенчен пĕри кăна, çапма ирĕк памантан, çиллипе, пит хытă сăптăрса ярса, кунăн пуçне шăтарса пăрахать. Трхбл. Сăптăр — ударить кулаком, большею частью, по уху, по лицу, по голове. N. Сăптăрса ячĕ, ударил кулаком по уху, или по лицу, или по голове. || Ударить каким-либо орудием. Юрк. Сăптăрса ил, ударить (напр., нагайкой). Халапсем 5. Пырсан-пырсан, тата çапла чăпăрккипе (кнутом) шартлаттарса сăптăрсан, ишекĕ (= ашакĕ, осел) каллех çапла шартлаттарса ĕçерсе ярать (звонко испускает ветры). Ib. 34. Хĕçĕпе (мечом) сăптăрать те, хĕç вĕçĕ, сентĕре каштине тивсе, çĕмĕрлсе каять. Альш. Ку ача: валей, тукмакăм (колотушка), тет. Тукмакĕ уратнике ватма тытăнчĕ: ахаль парат, тет. Клавине пыра-пыра сăптăрса ӳкерет, тет. Ст. Чек. Сăптăрса илес = 1) пушăпа çапса илес, 2) çупкăн сăптăр. || Дать пощечину. Халлапсем 11. Хай манăн хăлхамсем, сăптăрса ямассерен: ян! ян! шав! шав! туса каяççĕ. || Захватить. Хурамал. Сахал панипе кăмăлĕ тулман-ха (недоволен), мĕн пур панине те сăптăрса туртса илем-ха (совсем). Юрк. Кам сăптăрнă пулĕ? || Стирать. Шигали-Шăваç. Çырнине сăптăрса пăрах. Сотри написанное (напр., на доске мелом). || В перен. см. Кан. Ну, кун пирки самокритикăра хăшне-пĕрне аванах сăптăрмалла (надо продернуть). Ib. Ирĕн-каçăн сăмакун пĕçерсе укçа сăптăрса пухнипе пасартан пасара чупса тырăпа сутă туни. Изамб. Т. Эпир паян пĕр ана ыраш сăптăрса тухрăмăр (сжали весь загон). || „Дуть во всю“. Сам. 81. Сăптăраççĕ халлапне. Трхбл. Тутар юрра сăптăрат кăна капан çинче. N. Вĕсем пуçтарăнса ларнă та, юрра сăптăраççĕ кăна.

сăр

(сы̆р, сŏр), краска. См. сăрă. Пшкрт. Сăрпа сăрла. Янбулат. † Поли-польми хĕрĕсем, çона çомне ан çыпçăр (= çыпăçăр), çона сăрне яратăр. N. † Хусан арчи сăрлă арча, илсе сăрне ямарăм. N. Икĕ сăр панки илтĕм. || Цвет. Собр. Хĕлле те, çула та пĕр сăр. (Хырпа чăрăш). || Резьба.

сăр сарла

красить. Цив. † Тимĕр туя — пĕр туя, сăр сăрлама пит лайăх.

Сăр-вăрман

Сăр вăрманĕ, сурские леса. N. Сăр-вăрманта сенĕклĕх çук. (Вăл та пулин лаша хӳри). Юрк. † Сăр-вăрмансем касрăм, çул хыврăм Самар шывĕсене курасшăн. Ст. Шаймурз. Çавăнта Сăр-вăрманта пĕр ăвăс пур, вăл ăвăс хăвăл, унăн ăшĕнче виçĕ хĕр калаçаççĕ.

-сăр

аффикс отрицания. Собр. Вăл вăрманта пĕр çăлсăр пуçне урах пулман. Трхбл. Урасăр, безногий. Алăсăр, безрукий. См. сĕр.

сăр

(сы̆р), окружать, облеплять. См. сыр. N. Финик йывăççи турачĕсем пек сăрса (= сырса) тăнă ăна. N. Унта кайнă чухне те ăна халăх пĕтĕмпе сăрса илчĕ. Ст. Чек. Эсĕр мĕн мана сăрса илтĕр. Кĕвĕсем. Чĕпсене çиме патăм та, ват чăхăсем сăрса илчĕç. Ст. Чек. Хуртсем сăрса илчĕç (окружили). Ib. Çăккăр татăкне таракансем сăрса илнĕ. Шăна чир. сăр. 8. Лаша тислĕкĕ çинчен вĕçсе килсе, тӳрех апат çине ларса сăрса илеççĕ. ЧП. Хурамалăхра хурт сăрат. N. Вĕсене икĕшне те хурт сăрса илет. Изамб. Т. Хурт, уйăрсан, пĕр-пĕр тĕле сăрат. Сред. Юм. Пирĕн çĕмĕрте (черемуху) хôрт пырса сăрнă. Ib. Йĕри-тавра сăрса илнĕ. || Приставать. Сред. Юм. Сăрă сăрса илнĕ. Пристала краска. N. Çутă ылттăна пылчăк сăрса илсен те сиен тумасть. || Покрывать. АПП. † Ахахсем хĕрлĕ, мерченĕ чăпар, шурă пурçăн пир кирлĕ сăрмашкăн. Ст. Чек. Сăрнă кĕрĕк или тăлапа сăрнă кĕрĕк, крытая шуба. N. Пирпе сăрса ярăр. Пошлите, завернув в холст. Çутт. 75. Тăлăп хыççăн ман валли кĕрĕк сăрса парас, теççĕ. || Обкладывать. || Нашивать украшение. Пухтел. || Окаймить. АПП. † Мăйăх-сухал сăрсассăн, хĕр тăшманĕ эп пултăм. Баран. 74. Салтакĕ çап-çамрăк пулнă, мăйăх та сăрман хăйне; вăл йăвашшăн пăхса тăнă. ЧП. Каччăсене хĕрсем саваççĕ, тапса мăйăх-сухал сăрнă чух (вар. сарă мăйăх сăрса тухнă чух). || Истратить. Изамб. Т. Эпĕ çирĕм тенкĕн пуçне сăртăм. Я истратил (букв.— кончил голову) 20 рублей.

сара

(сы̆рă), пиво. Хурамал. Тĕлĕкре сăра ĕçсен, йĕпе пулать, тет. Сред. Юм. Тĕлĕкре сăра кôрсан, çăмăр полать, тет; кĕмĕл окçа корсан — сиввĕ полать, тет; какай корсан — выльăх вилет, тет. Панклеи. Чӳклес омĕн пĕтĕм халăха çитеслĕх сăра туса хатĕрланă. N. Сăра сакки сарлака, тет. (Послов.). Трхбл. Сăра кучĕ сарлака. (Поговорка). Пазух. Тăванпала тăван калаçаççĕ, йӳçĕ сăрана тутлă тăвасшăн. Вишн. 75. Сăра çапах эрехрен авантарах, вăл çынна выçăхтармасть, ăна ĕçсен, сайра-хутра хытă ӳсĕрлетĕн. М. Васильев. Онта сăра лартаç, пашалу, хоплу пĕçереç. Аттик. Вĕсем çимĕке темĕскерле кĕтсе илнĕ пек, сăрасем лартса, эрехсем илсе хатĕрлесе, тĕрлĕ çимĕçсем пĕçерсе, савăнса кĕтсе илеççĕ. Ib. Чăвашсĕн авалхи йăла пур: сăра пички пуçламассейрен, малтан пĕр çын ĕçеччĕн, кĕлтăваççĕ. Орау. Качча кайнă хĕр туйĕнчен кайран ашшĕ-амăш патне сăрапа пырать. Сăрапа кайнă чухне тĕл пулакан çынна пичке анинчен (= çăварĕнчен) çĕрпе (цевкой) сăра ĕçтереççĕ. Ĕçекенни вара: тур пач сăрана, туртрăм лайăх, тит кайран. Альш. Вăл (она) вара, сăрапа кайсан, укçа пуçтарат вĕсен (у них). N. Туйсам патнелле сăра тумалла пуль те-ха... Халĕ пурнăпăр-ха пуккаль. Актай. Унтан кайран Бура-Бĕрхĕ авланчĕ, тет. Авлансан, кусем сăрапа кайрĕç, тет. Н. Карм. Урпа сăри, ячменное пиво. Сĕт-к. Квакал сăмси лапрара, пирĕн тота сăрара. N. Пĕр витре сăра ăсса тохам-ха. N. Вăл йĕтес сăрине ĕçимарăмăр. N. Сăри сăра иккенне пĕлнĕ пулсан, арăмма илсе килнĕ пулăттăм, тулккĕ арăмма илсе килмерĕм, пĕччен килтĕм. (Шутка). || Пирушка. Янтик. † Хĕрсем çырлара, эпир сăрара. N. † Сарă инке сăрара (в гостях), çырă инке çырлара, хура инке хуранта, лутра инке луткара. БАБ. Кĕркунне пĕрре, кĕрхи сăрара, пирĕн пата ăратнесемпе пĕрле çак тукатмăш-карчăк та пырса ларнă. Курм. Кантăр сăри, выльăх сăри, пирушка. Ib. Çĕн-çын каять сăрапа, поса сăрипа каять, кантăр татнă чохне кантăр сăрипа.

сăра чӳк

сăра чӳкĕ, назв. моленья с пивом. М. Васильев. Тюрл. Пирĕн ялта çăв-ерни умăн сăра чӳк тăваççĕ... Вăл чӳке вăлсем: турра паратпăр, тесе чӳклеççĕ. Вăлсем ăна ак çапла каласа чӳклеççĕ: кăçал кун чухлă пур, кĕнеççул кунтан та ытларах ту. Кăçал кун чухлă савăнатпăр, кĕнеççул кунтан ытларах савăнмалла ту и т. д. НТЧ. Чăвашсем хĕллехи ĕçке ĕçме пуçлаччен пĕр кун малтан яланах сăрисене чӳклесе хураççĕ. (На этом гулянье приносят в жертву по ковшу пива следующим личностям: 1) турра, 2) турă амăшне, З) Сĕвере выртакан ырра, 4) хĕвел ашшĕпе амăшне 5) çил ашшĕпе амăшне, 6) пылак парана, 7) пихампара, 8) хĕрлĕ çыра... Эсĕ хĕрлĕ çыра (назв. божества) пар...

сăрап

(сы̆рап), то же, что сурат. См. калăм кунĕ. Абыз. Сăрап, скирд длинный. См. çĕмел. КС. Сăрап, кладь ярового хлеба в поле (пĕр урапалăх), еще не перевезенная; тăрăхла пулать, кĕлте урапи пек. Ст. Ятгильд. Сăрап, сăрат.

сăрăлтат

(-дат), дрожать. Ст. Чек. Чавсана пĕр-пĕр япала тивертсен, сăрăлтатать. Ib. Сăрăлтатса каять (особое ощущение раздражения, если удариться локтем). Трхбл. Нумай çӳренипе паян манăн урасем сăрăлтатса тăраççĕ. От долгой ходьбы сегодня у меня ноют ноги (мозжат). СПВВ. Х. Сăрăлтатса ыратать ура. СТИК. Утса ывăнсан, капла ларсан, ура сăрăлтатать. Тюрл. Çан-çурăм сăрăлтатса каять (дрожит).

вăрăм сăрка

назв. женского наряда. Альш. Вăрăм сăрка, ăна умма çакаççĕ, вăрăм сăрка — икĕ ерет çирĕмшер пуслăх кĕмĕл, варринче çур тенкĕлĕх. Ib. Çурăм хыçĕнче вăрăм сăркапа пĕр вĕçрен икĕ ерет шăрçа (хĕрлĕ, кăвак, симĕç, шурă — улалатса тиреççĕ), унăн аялалла ярапанăн-ярапанăн каллах шăрçа усăнса тăрат (у девушек). Тайба Б. † Вăрăм сăрка юсавне юсăр лайăх, тиеççĕ. Пазух. Вăрăм сăрка пыр(ĕ) эпир, çавăнпа çинçе пулнă эпир. Кĕвĕсем. Виç хут вăрăм сăрканăн пырĕ ука, виç çул çаксан çутисем пĕтминчче! Шăрçалă та тухья, кĕмĕл сăрка, ялтăрать-çке хĕрсенĕн пуçĕнче. СПВВ. † Улăх улми — улма пек, çĕр çинчи çырла — сăрка пек. Ib. † Сирĕн вăрăм сăркăрсем пит çутă, те авалхи кĕмĕлтен, темĕнтен.

сăрккавуй

сороковая или сорокаведерная бочка. Альш. Пĕр сăрккавуй пичĕки сăра. См. саркавай, сăркăвай, сараквай.

сăртлăх

место, богатое горами; гористый. N. Сăртлăх енĕ, горная сторона. N. Вăл сăртлăх вырăн. О сохр. здор. Ял пĕр-пĕр сăртлăхра (ту çинче) ларсан (если расположена)...

сăртакла

(сŏрдакла), то же, что сăрта. КС. Паян пĕр мăшăр çăпата сăртакласа пăрахрăм.

сăрхăнтар

(-дар), понуд. ф. от сăрхăн; выцеживать, процеживать, осушить до последней капли. Якейк. Пусăк (мăн) пичкерен сăра сăрхантарсах ăсса килтĕм, орăх пĕр томлак та тохас çок. Ib. Корăс кăларсан, корăса сăрхăнтарма çакаççĕ (чтобы вытекла лишняя влага). Изамб. Т. Унтан ăна хутаçра сăрхăнтараççĕ (скисшееся молоко).

сăс

(сы̆с), гниль, пористая гниль внутри древесины, Ишек. Сăслă йăвăç. Дерево с пористою гнилью внутри. См. сăсăл. Сред. Юм. Йывăçа пĕр сăс кĕре пуçласан, йывăç час çĕрет. Пшкрт. Перĕн анкартинчи кăмпа каскинче сăс поласлăкчă. Ib. Сăс — ача çĕри (= çĕрĕкĕ), сухое дерево, белое, изменившееся. Ib. Йомана кассан, сăс токрă (обнаружилось переродившееся дерево). || Костный мозг. Сунчел. Сăс, мосол с мозгом. См. сăсă.

сăслă

ситовый (о дереве). Хорачка. См. çĕри. Тюрл. Сăслă йоман, ситовый дуб. Юрк. † Сăслă та пĕр юман касакан, хăй те пыллă сăра ĕçекен.

сăсăл

(сы̆зы̆л, сŏзŏл), костный мозг. Хурамал. || Пористая гниль внутри древесины. Ишлей-Покровское. Сăсăллă йăвăç, дерево с пористою гнилью внутри. || Отруби. Зап. ВНО. Кулаç пĕçернĕ чух сăсăл ярсан, кулач шурă пулать. Ib. Çăнăх сăсăлĕ, отруби. Календ. 1911. Ăна шывпа пăтратса çăнăх е сăсăл сапса парсан, аван. ЧП. Аслă шывсем тăрăх армансем, урпапа тулă авăрать: мамăкĕсем вĕçеççĕ çӳлелле, сăсăлĕсем лараççĕ тĕпнелле, çавсем çĕмĕреççĕ хул тĕпне. Хурамал. Тулă çăнăхне аласан, ала çине юлнине сăсăл теççĕ. О сохр. здор. Апла тăвас тесен, хĕллене самаскăпа е тăмпа хутăштарнă сăсăлпа икĕ чӳречине те, пĕр шăтак хăвармасăр, лайăхăн сĕрсе лартас пулать. Ib. Çăнăхне авăртса килсен, сăсăлне уйăрмашкăн татах алапа алатпăр. СТИК. Çăнăх алласан, сăсăл пухăнат. N. Сăсăл пĕрчи пек сĕвĕне пуçлать. Хурамал. Тулă сăсăлĕ, ыраш сăсăлĕ, отруби. || В перен. знач. М. В. Шевле. Куçран сăсăл вĕçсе тохрĕ, т. е. перепугался. Трхбл. Сăсăлĕ вĕçрĕ, хăрарĕ. N. Хăй халăхĕн сăсăлне çапла вĕçтернĕ. СПВВ. ЕС. Сăсăлĕ вĕçнĕ = пит хăранă, сиксе ӳкнĕ, сехĕрленсе кăвакарса кайнă çын. Орау. Вăрланă лашана илнĕ тесе çыпçăнса, сăсăла вĕçтерчĕç вит. Ib. Вăрмантан тухсассăнах икĕ кашкăр ик енне ӳкрĕç те, лаша патĕнчех пыраççĕ. Шăльсене йĕрсех пыраççĕ. Сăсăлăм вĕçрĕ пĕтĕмпе. ТММ. Сăсăл вĕçтер, сильно напугать.

сăтан

(-дан), стан. || Стойло. СПВВ. † Икĕ тур ут — пĕр пар ут, тапăçаççĕ сăтантан тухасшăн.

сăтăр

(сы̆ды̆р, сŏдŏр), вред. Ст. Чек. Сăтăр — çăмарта вăрлани; кушак сĕт-турăх çисен: ах мур, сăтăр тусах çӳрет, теççĕ. Якейк. Йăтă çăмарта йăтма, хор-чĕпписам тытма пуçласан: сатăр тума вĕреннĕ, теççĕ. Ib. Кошак сăтăр тума вĕреннĕ (кошак апат-çммĕç, сĕт-çу çима вĕренсен калаççĕ). О земл. Кĕрхи тырра ана çинче шыв тăни çĕртсе пит нумай сăтăр тăвать. О сохр. здор. Тусан ăша кĕрсен, çынна пит нумай сăтăр тăвать. Ib. Пирĕн сывлăха сыхлас тесен, пĕр-пĕрне сăтăр тăвас пулмасть, пулăшса юратса пулăшса пурăнас пулать. Хурамал. Çынна ахалех мĕн сăтăр тумалла (зачем вредить)?. Стюх. Сăтăр турĕ, напроказил, испортил. Пшкрт. Сăтăр ту = сал ту. Истор. Анчах Глинскийсем халăхшăн тăрăшма мар, хăйсем халăха сăтăр туса пурăннă. N. Темĕн тĕрлĕ сăтăр пур, курайман çын сăтăрне çитни çук. || Разорение. Хорачка. Вольăк вилет или что — сăтăр полчă. || Грабеж. Питушк. Ай ман картана çĕмĕрнĕ, сăтăр туса тохнă. Шел. 20. Пӳлерсене час-часах питĕ сăтăр тăватьчĕç. Истор. Половцсем вырăссем хыççăн пырса, пур çĕрте те сăтăр туса (грабили) çӳре пуçланă. || Озорство. СПВВ || Злой, вредный, озорной. Пшкрт. Сăтăр çын, пет сĕмсĕрленет, пет толашат, ялтан ытлашши тума хытланат. Хорачка. Сăтăр çын, сăтăрлат çынна, пустой петая кӳртет. Ст. Чек. Тухрăмăр та сăтăр килет.

сăтăрçă

(-з'ы̆), то же, что сăтăрăç. Чем люди живы. Симун шалт тĕлĕннĕ. Пĕр-пĕр сăтăрçă тиес, сăтăрçă евĕрлĕ мар, кăмăллă калаçать, анчах хăй çинчен каламасть.

сăтăр

(сыды̆р), тереть. Чăвашсем 35. Икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ. Собр. Куçă тĕкне сăтăрсан пĕр тĕкĕ тухсан, хăй тăванĕ килет, теççĕ. Кан. Чыстиех вăйсăрланса çитсе, хырăмĕпе юра сăтăрса йăнăшать. КС. Кусатран урапана сăтăрать. || Натирать, обтирать, потирать, растирать. N. Ман алла амальпе сăтăр-ха (потри мне руки). Латыш. Ачине арăк çине хурать те, кĕлте çыххипе сăтăрса çапла каласа ларать: тыр вырнă чух ача кĕлте çыххи нишне кайнă, вăл ниш тухтăр. Хурамал. Çипе ăвăспа сăтăраççĕ (шаркнуть). Скотолеч. Малтан тăлапа сăтăрас пулать (растирать). Туперккульос 75. Типĕ тутăрпа сăтăраççĕ. Гладить. Юрк. Чи юлашкинчен хĕрĕ ларакан çĕре çавăтса пырсан (кобылу — кĕсре-выльăх), чĕлпĕрне çине тăхăннă тумтирийĕн тӳнтер енĕпе тытса, хĕрне (невесту) виç тапхăрччен тыттарат. Вăл та çапла тумтир аркипех тытса парат. Виç хутчен çапла сăтăрса тытса парсан, выльăхне вара кĕрӳшĕ каллех витине хупса хурат. ППТ. Вара чӳклеме пĕлекентерех çын куркапа çав ăсса улăхнă (принесенную) шыва ăсса илет те, çурăм тăрăх сăт(ă)ра-сăт(ă)ра: çырлах! çырлах! тесе, шыв ярат. (Уй чӳкĕ). Сунт. Кив самаскă лайăх уйăрăлтăр тесен, ăна вĕри утюкпа пусса сăтăрса тухмалла. || Скоблить, сгребать. Т.-И.-Шем. Çтена çинчи çуртисем çунса пĕте пуçласан, вĕсене çтена çинчен икерчĕпе сăтăрса илсе, хывнă чашчă çине пăрахаççĕ. ТХКА 72. Вăрман хĕрринче шĕшкĕ-качкине пĕтĕмпех сăтăрса пĕтернĕ. Эпĕ шала кĕтĕм. || Мазать (замазкой). || Проводить черту (по земле). Череп. || Рвать. Сред. Юм. Пĕр карман нăх (= нăк) сăтăрса тôхрăм (= татса тôхрăм). КС. Çĕмĕрт сăтăрас, срывать (особенно). Орау. Паян эпĕр хăмла сăтăртăмăр (снимали хмель). || Тащить, волочить. Чхĕйп. Çав хĕртнĕ чула тĕпелтен пуçласа пӳрт таврала сак тăрăх сăтăрса (= сĕтĕрсе) çавăрнă та, тула тухса вилнĕ çын хыççăн утса янă. Ир. Сывл. 24. Тапаланать малалла „букçир“ тенĕ япала, пилĕк паршă сăтăрса. Альш. † Çулă пăтта хайăрнă, хур тукмакне сăтăрнă. См. сĕтĕр. || Драть, загребать. N. Ку çын икçĕр тенкĕ сăтăрат (загреб, сгорстал), тет те, килне каят, тет. Юрк. Пирĕн улпутсем жалованье пит лайăх сăтăрнă. || Убежать, удрать. Ст. Чек. Ачасем хуçаран хăранипе киле сăтăрнă. || Бить. Хурамал. Çитменне тата, этемсем ака тунă чух лашисене çапла çапаççĕ тесе, упана пыра-пыра чăпăрккапа сăтăрнă тилĕ. || Уничтожать. П. Сормово. Салтак хĕçе сулса ячĕ, тет те, вăрмана сăтăрса касса анчах тăкрĕ, тет. N. Пулемйотпа сăтăрса тăкаççĕ. N. Сисмен хутран хай хулана çĕмĕре пуçланă, вара пĕтĕмпе çĕмĕрсе (сăтăрса) тухнă. || Склонить на свою сторону. Юрк. Вырăссем вĕсене хăйсем алли айне туртса иличчен, кĕсем (эту) хăйсем енне сăтăрса илме тăрăшнă. || Вытирать. Ст. Чек. Типĕ япалапа хытă пусса шăлса илес. || Волочить. КС. Сăкманне сăтăрса пырать (волочит).

сăтăркка

(-ды̆р-), сăтăрккă, некоторый промежуток времени. Сĕт-к. Хветери ялан теминче сăтăрккă апат çать: малтан çакансампа та çать, кайран çакансампа та çать. Абаш. Пĕр сăтăркка (пĕр стрăк) = пĕр кана. См. ăстрăк, ăстрăм, сăтрăм.

сăх

(сы̆х, сŏх), клевать. Çамр. Хр. Çакăн пек çанталăксенче йăвăç турачĕсем ниçта сăхми вырăн юлми шăнса пăрланса лараççĕ. Сред. Юм. Чăх толă пĕрчи сăхать (клюет). Якейк. Чăх-чĕппи çăмарта шăнчен (= ăшĕнчен) тохиччен валтан çăмартая сăхать. N. Çавăнта сана вĕçен-кайăксем пыраканĕ пĕри сăха-сăха кайĕç. КС. Хур сăххăрĕ. Гусь ущипнул. Буин. Карташне кĕрсен, эпĕ ăна ятăм та, сăхасран хăраса часрах пăлтăр алăк патне чупса кайрăм. Изамб. Т. Çын вилет — усем çăхан пек сăхса илеççĕ (попы). || Кусать, жалить. Орау. Тутана шăна сăхса шыçтарчĕ. Ал. цв. 13. Чĕтĕресе кайса, чĕрине темĕскер сăхнă пек, йĕрсе ярать. || Рук. Календ. Прокоп. Урнă йытă çыртсан, çĕлен сăхсан, пĕр хăрамасăр часрах çыртни вырăнти юна çăварпа сăхса илсе, сурса пăрахас пулать. || Жечь (о крапиве). Тораево. Карта витĕр кăшкăртать. (Вĕтрен сăхни). || Давить гнид гребнем или двумя ногтями. N. Сăхмассерен пĕр-ик шăрка вĕлерет (гнид убивает гребнем). || Бить. КС. Вăл та пулсан пырса сăхатех. И он тоже бьет (о малосильном или ребенке в драке). || Делать отметку. КС. || Колоситься. Собр. † Ыраш пуçах сăхнă чух çара аллăн ан тытăр. Баран. 27. Ыраш икĕ эрне ешерсе ларать, икĕ эрне пуçах сăхать, икĕ эрне шăркине тăкать. || Вышивать глазки (об узоре). См. тĕрĕ. Нюш-к. Тĕрре сăхса тухман-ха, теççĕ. Вăл тĕрĕ куçĕсене симĕс, кăвак, чакăр, е хĕрлĕ лартса тухман тени пулать (отдельные участочки узора еще не вышиты). Якейк. Эп паян икĕ масмак сар симĕс сăхрăм (сар-симĕспе туса тохрăм). Сред. Юм. Сарлăх кăтай тĕрленĕ чôхне, тĕрлесе пĕтере пуçласан, варрисĕне пăртак чиксе тôртмалли йолсан: пăртак сар сăхмалли йолнăчă, теççĕ. || Сглазить, подумать или сказать о том, что кто-нибудь много ест или пьет. Орау. Такăш сăхса чыхăнтарчĕ, чыхăнса пĕтĕмпе антăхсах карăм (зашелся от кашля). N. Эсĕ сăхрăн пулĕ мана? (Говорит в шутку поперхнувшийся). СПВВ. Х. Сăхса пăхса тăрать çинине Сапăнсассăн, пĕри-пĕри сăхрĕ пулĕ, теççĕ.

сăхăнтар

(-дар), понуд. ф. от сăхăн. Ялюха М. Пĕр-пĕр салатлă шыва пĕр таканан пуçне çӳлерех хурса, тепĕр пуçне аяларах хурса шывне сăхăнтар.

сăхăм

[сŏhŏм), старая лошадь, кляча. Питушк. Ку сăхăм полнă, ăна сотмалла тотара. СТИК. Ку сăхăмсемпе (на этих клячах) канлех каяйăн-а вара: е ывăнса юлĕç, е ӳксе вилĕç. Тюрл. Сăхăм = ват лаша; ват лаша полат сăхăм. || Животное, предназначенное на колку. Хурамал. Сăхăм — пусакан выльăх. Ib. Эпир кăçал сăхăм пусрăмăр (= пĕр ĕне пусрăмăр). || Конина. Хорачка. Сăхăм = ут аш || Ленивый. Шибач. Она, тет, сăхăма (ленивца), тăрантарас полать. || Тяжелый. Буин. Сăхăмрах, тяжеловатый.

сăхманлă

в кафтане. ТХКА 10. Прахут çинче, аялти хутра, сăхманлă пĕр чăваш çăмарта ешчĕкĕсем çине таянса тăрать.

сăхманлăх

материал на кафтан. Регули 606. Онăн пĕр сăхманлăх анчах тăла порччĕ. Ib. 605. Тăла сăхманлăх (сăхманлăх) ништа та топимарăм.

сĕвем

(сэ̆вэм), нитка около метра в длину. Канаш. р. М. Васильев. Сĕвем — пĕр хăлаç çип. Чукалы. Сĕвем, четверть (шит). СТИК. Сĕвем, нитка длиной около двух локтей. Ib. Пар-ха мана пĕр сĕвем çип. (Не надо смешивать с „сум“). N. Сĕвемне çитерсен, çиппине шач! тутарса тӳлет. N. Тата вырăссем калаççĕ: халăхран пĕрер сĕвем çип — çарамас çынна пĕр кĕпе, теççĕ. Сред. Юм. Çиппе арланă чôхне сĕвемĕн-сĕвемĕн пĕтĕрсе арлаççĕ. Н. Седяк. Унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен çип параççĕ. Ib. Сĕвем — пĕр çип. Чуратч. Ц. Вара патша çак чăваша пĕр сĕвем пурçăн çип пачĕ, тет. Бгтр. Вилнĕ çын çинче панă çипсенчен пурте тан пулсан, çын час вилет, тет, тан пулмасан час вилмест, тет. (Вилнĕ çынна пытарса тавăрăнсан, пӳртре пур çынсене пурне те виçшер сĕвем çип парса тухаççĕ. Етрух. Вара çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлен çип вĕçĕмрен чăса-чăса пăрахаççĕ. ЧП. Сĕвем-сĕвем симĕс пурçăн. N. † Пурçăн сĕвем — вăрам сĕвем, пирĕн ĕмĕрсем пит кĕске. (Хĕр йĕрри). Юрк. Мăскал-мăскал сарă пурçăн, сĕвеме вăрăм килинччĕ.

сĕк

(сэ̆к), бодать, пырять. Ау 202°. Упана хырăмĕнчен сĕкрĕ, тет. N. Вăл пуçĕпе те сĕкнĕ, кучĕпе (те) сĕкнĕ (баран). Рак. Ĕне сĕкет. Корова пыряет. Бюрг. Çӳл ту çинче çуртăм пур, унта хура качакам пур, вăл та пулин арăма сĕксе вĕлерчĕ. Шихаз. Хай сурăх пĕр эрне пурăнчи, ик эрне пурăнчи, качака çĕксе хырăмне шăтарса пăрахнă та, сурăх вилнĕ кайнă. N. Вĕсем сурăхсем пулнă та (играли в овцы), пĕр-пĕрне çамкапа сĕкме тытăннă. N. Сурăха ĕне сĕкнĕ те хырăмне шăтарнă.

сĕкĕн

(сэ̆гэн), подвинуться. СТИК. Сĕкĕн леррех. Подвинься подальше. || Лезть, толкаться, навязываться. Изамб. Т. Сĕкĕн, лезть (куда). Орау. Эс пур çĕрте те сĕкĕнсе çӳрен (навязываешься, лезешь не в свои дела). Ib. Ăçта килчĕ унта сĕкĕнсе çӳрет, ниçта та вырăн тупаймаçт. Ib. Сĕкĕнекенни пулĕ-çке вăл. Охотников будет не мало, что об этом и говорить. Толст. Булькă малалла иртсе кайрĕ те, Мильтон умĕнче тек сĕкĕнсе çӳре пуçларĕ. Ст. Чек. Тек качча каясшăн сĕкĕнсе çӳрет (навязывается в невести). СТИК. Мĕн тек сĕкĕнен çавăнта. (Говорят человеку, который лезет не в свое дело, нахально или по тупости не замечая нерасположение к себе, не отходит от этих людей). N. Ăна пуçлăхсем ырăлăх тунă пек хăтланса, çĕре ирĕксĕр сĕкĕнсе илтернĕ. Конст. чăв. Хамăн тата питĕ нумай калаçмаллисем, анчах сĕкĕнсе пĕр те калаçмарăм.

сĕкĕл

(сэ̆гэ̆л), невыясн. сл. N. Ăна вара масар çине илсе пырса, вут хураççĕ те, çăкăр хываççĕ, ăна хывнă чухне калаççĕ: умĕнче пултăр, пĕр турамĕ пĕр çăк пултăр, теççĕ; умăнта пултăр, сĕкĕл пултăр, çтăмакра (в раю) вырттăр, теççĕ.

сĕлешен-кайăк

назв. птицы. Пазух. Çавă çавра кĕмĕл чашăк çине хĕрĕх те пĕр аршăн, ай, юр çурĕ, хура сĕлешен-кайăк йĕр турĕ. Хура сĕлешен-кайăк, ай, мĕн çиет? Шурă тулă çиет — шыв сыпать. Срв. сĕлемен-кайăк.

сĕлĕ кăмпи

назв. гриба. Торп-к. СПВВ. Т. Сĕлĕ кăмпи сĕлĕ пек вĕтĕ те пĕр çĕрте пулать. Мыслец. Сĕлĕ кăмпи, сморчки; растут на колоднике.

сĕлĕ-пĕрчи

овсяное зерно. СТИК. Аçа çапрĕ те çав, пĕр юмана сĕлĕ пĕрчи пек вакласа пăрахрĕ (разбил вдребезги). N. Вăл çамрăк пулăсем хăйсем сĕлĕ пĕрчи пек кăна. || Молявки. Карамыш.

сĕлкĕ

(сӧ̆лгӧ̆, сэ̆лгэ̆), вышитое полотенце. Чăв.-к. Мамăк сĕлкĕ çакрăм пит шăлма, эпĕ çӳрерĕм сана тус тума. N. Унта хăш лаши малтан килет, ăна пĕр лайăх сĕлкĕ параççĕ. К. Розанова. Сĕлкĕ, назв. костюма или украшения.

сĕлкĕш

(-г гэ̆-), невеселый, грустный, скучный. Скотолеч. 34. Вăл (овца) апата начар çиет, сĕлкĕш (салху) çӳрет. К.-Кушки. Мĕн сĕлкĕш тăран? Что ты грустен. Альш. Пĕр икĕ кунтанпа сĕлкĕш çӳрет (ходит грустныЙ). СПВВ. ИФ. Çын, пĕр-пĕр нуша пулсан, пит сăмахламас, ун çине пăхсан шелçеççĕ пулат. Темĕскерне халь вăл ку яхăнта кăлăх сĕлкĕш çӳрет, теççĕ. Зап. ВНО. Сĕлкĕш пулнă. (Говорят про человека, когда он начинает расхварываться). Ст. Чек. Ку çын ма сĕлкĕш ларат (хуйхалă, салху ларат). N. Ăна юхса выртакан шыв пăтранса, йывăçсем сĕлкĕш, турачĕсене усса, тискер, ют çынна кĕтсе илнĕ чухнехи пек туйăнать.

сĕлт

махнуть. А. Турх. Никит. Атте куна илтсессĕн аллисене сĕлтрĕ те, çак маткана каларĕ. Альш. Курăнми-курăни (= курăни-курăнми) кайсассăн, ик аллăна сĕлт те савăнса юл. Ib. Аллипе сĕлтет, машет рукою от себя. Полтава. 113. Хуллен сĕлтсе аллипе (манием) çар халăхне сасартăк вырăс енне кăтартрĕ. N. Ăна аллипе сĕлте пуçланă, анчах Корней çавăрăнса тухса кайнă. Çĕнтерчĕ 22. Аллине сĕлтсе: е-е-е, чухăнсене пар тольккă! Ib. Ывăлне сĕлтсе. N. Пăхсан-пăхсан курăнмасан, ик аллупа сĕлте юл. Как люди лет. 114. Ун чухне тин хĕвел ăшшипе хĕрнĕ. Сывлăш аялтан çӳлелле вирхĕнсе тăрса кайăксене çунаттисене пĕр сĕлтмесĕр çӳлелле вĕçсе çĕкленме май туса парать. || Haec verbi forma cum verbo dandi coniuncta idem valet, quot vox Latina crissare.

сĕм

(сэ̆м, сӧ̆м), то же, что сĕвем. Регули 899. Пĕр сĕм çип пар. В. Олг. Сĕм, нитка длиною в маховую сажень. (Хорачка: çĕлен çип сӳм). Черт. Сĕм, длина нитки от „кăнчала“ (пряжи) до руки, держащей веретено. Яргуньк. Сĕвем, понашему сĕм, одна нить, входящая в состав çĕлен çип, приблизительнб в 1 — 1 ½ арш. Абыз. Сĕм ярать (при пряже). Якейк. Пĕр сĕм çĕлен çип. Ib. Сĕм аршăн ытларах та, аршăн тăршшĕ те, аршăнтан кĕскерех те полать. Собр. † Шарт çупат та, сĕм ярат, çиппи пулат ут хĕлĕх пек. ЙФН. † Пирĕн арăм çук-çук-çук, çук та пулин шур пӳртре, шарт çапать те, сĕм тувать. Çиппи пулать катан пирри, тĕрри пулать хот çырри.

сĕм

(сэ̆м), темный. Ск. и пред. чув. 78. Вăрман тĕлне хуп-хурах сĕм пĕлĕтсем капланчĕç. || Дремучий. Чураль-к. Сĕм вăрманта çеклĕлĕх йывăç тупаймăн. (Ут хӳри). Сред Юм. Сĕм вăрман, большие непроходимые леса. Батыр. Тĕлĕкре сĕм вăрманра çӳресен, вăрçа кĕмелле пулат, теççĕ, типĕ япала курсан, ырлăха пулат, теççĕ. Такмак. Утмăл çухрăм сĕм вăрман урлă каçрăмăр. Трхбл. Сĕм вăрманта сĕт вĕрет. (Кăткă тĕми). Регули 896. Сĕм вăрман, сĕм ойпа тохрăмăр. || Совершенно. Регули 895. Сĕм пĕччен порнать. Ib. 877. Сĕм коçне кисе кăтартмарĕ. Ib. 898. Сĕм те пĕлмест. Кильд. Ăна никам та паллайман, вăл сĕм ют çын пулнă. СТИК. Сĕм тăварсăр, совершенно без соли. Изамб. Т. Сĕм пĕлми выртăть (когда крепко спит, или в бессознательном состоянии и пр.). Сĕт-к. Сĕм тĕттĕм, сĕм соккăр. N. Тăпри, шывĕ, чулĕ — пурте хутăшах пулна, йĕри-тавра сĕм тĕттĕм хупăрласа тăнă. Сред. Юм. Сĕм тĕттĕм, совершенно темно, ни зги не видно. N. Сĕм тĕттĕмре хăйсен йышĕсене хăйсем паллаймасăр пĕрне пĕри вĕлере пуçланă. СПВВ. БМ. Сĕм тĕттĕм, сĕн тĕттĕм, тьма. О сохр. здор. Хăшĕ-хăшĕ тата сĕм ватăличчен пурăнаççĕ. Хорачка. Так йорлаччă вăлсам сĕм пĕлми. Сред. Юм. Сĕм те пĕлмес. Ничего не знает. Шарбаш. Сĕм те пĕлмеç. Ничего не знает. Бгт. Сĕм куçсăр, совершенно слепой. (Хăрах куçсăр, кривой). N. Вăл пĕр çулталăк хушши сĕм куçсăр пулса пурăннă. Кан. Кун пек çĕленĕ куçпа пурниччен, ĕлĕкхи пекех сĕм куçсăр пурнам, тесе шухăшлатăп. Ала 92. Анчах унăн (у него) пĕр тăнĕ те пулман, сĕм ухмахах пулнă вăл. ЙФН. † Сĕм арăмсăр сĕм ухмах пак, туссăр йышсăр тунката пак. N. Сĕм ухмаха тухрĕ. Кан. Сĕм шур илнĕ куçлисене те тӳрлетейреççĕ-ши? Якейк. Сĕм хĕлле (тăр хĕлле) пирĕн пӳртре пурăнма япăх. N. Халĕ сĕм кĕркуннене çитрĕмĕр те, килтен те тухас килмест. Ск. и пред. чув. 5. Тухса кайрĕ сĕм çĕрле Акăр ялне хăнана. Сам. 29. Илемсĕр, сĕм тĕксĕм, салху пурнăçра этем тивĕçне те тытса тăрайман. || Самый (для выражения превосходной степени). Якейк. Вăрă пирĕн ялти сĕм лайăх лашая çаклатса карĕ. Собр. Сĕм çук çыннăн та (у самого бедного), вилсессĕн, ним юлмасан, катăк пурттипе, катăк çĕççи юлнă, теççĕ. (Послов.). Собр. Пирĕн пичче сĕм пуян та укçи пур. О сохр. здор. Сĕм ватăличченех, до самой глубокой старости. N. Сĕм авал эпĕр пурнакан Раççей вырăнĕнче те вĕçĕмсĕр тинĕс шавласа выртнă. К.-Кушки. Сĕм хура, чисто черный. Буин. Сĕм хура, полный мрака. ТХКА 48. Çапла пĕрре сĕм тĕттĕм пулсан, вăрмана лашасем яма тухса карĕ пирĕн атте. Ib. 49. Пӳртрен тухрамăр. Сĕм тĕттĕм. N. Эпĕ сĕм ухмах мар.

сĕм

то же, что сим. Тюрл. Çав пичкенĕн пĕр пуçĕнчен пыл юхать, тепĕр пуçĕнчен сĕм юхать. Шел. 20. Сĕм пылĕсем, сăрисем кăпăкланса йӳçетчĕç.

сĕмсĕр

(сӧ̆мзӧ̆р), без сознання; бессознательло; бессознательный. Пшкрт. Вăл выртат сĕмсĕр (или: нимĕн сĕмсĕр, без чувств). || Нахальный, наглый, бессовестный. Хурамал. Сĕмсĕр çын тесе вăтанман çынна калаççĕ. Ядр. Питĕ сĕмсĕр (так и лезет, хочет стащить). СПВВ. ГЕ. Сĕмсĕр е пуçтах тесе кирек мĕнле чунлă япалана та калаççĕ: акă пĕр çын çимелли япалана тула хурса пăхса тăрат, тăнă çĕрех çавăнта е сысна, е йытă пырат, хăваласан та каймаçт, ăна вара сĕмсĕр теççĕ. СПВВ. ЕС. Сĕмсĕр = пуçсăр, кĕмелле мар çĕре ирĕксĕр кĕрекен. Изамб. Т. Сĕмсĕр çын чĕнмесĕрĕх хăнана каять. И. С Степ. Сĕмсĕр, нахал. Ск. и пред. чув. 97. Сĕмсĕр-пуçсăр вăррисем турăран та хăраман. || Неразборчивый. Трхбл. Сĕмсĕр сысна! (Пит чикĕнекене калаççĕ). Ск. и пред. чув. 73. Сĕмсĕр сысни çухăрать, пĕтĕм яла çĕмĕрет. || Жадный, завистливый. Сятра, Хорачка. СПВВ. ИА. Сĕмсĕр — çын япалине юратать. СПВВ МА. Сĕмсĕр (пилсĕр) — япаларан тăрана пĕлмен çынна калаççĕ. СПВВ. ФИ. Сĕмсĕр — пит ĕмĕтсĕр çын. N. Сĕмсĕр пушă хирте, сивĕ, тĕксĕм чулсем çинче ырă сунакан ларнă. N. Ялсем тăрăх суту-илӳ туса çӳрекенсем тата сĕмсĕртерех. || Дикий, суровый, молчаливый, ни на что не обращающий внимания. Якейк. || Глуповатый. Бичурино. Сред. Юм. Кăçта çапкаланса çӳрен эс ôнта, сĕмсĕр карти. СПВВ. ТМ. Усал, ухмах çынна , сĕмсĕр çын теççĕ.

сĕмсĕрлен

(-зэ̆-), нахальничать, дурить, безобразничать. Завражн. СПВВ. МС. Вăл кирек хăçан та çапла сĕмсĕрленсе çӳретет, теççĕ. N. Сире, хăйсене хăйсем йăваш ăслă пек пулнипе, хăйсем курманнине курасшăн сĕмсĕрленнĕ тăрăх хăйсен ӳт-асĕсемле пĕр вырансăр мухтаннине. || Лезть нахально. Пир. Ял. Эсĕр нимĕн те пĕлместĕр, ăçта тата сĕмсĕрленетĕр? (куда еще лезете, суетесь?). || Жадничать. Шибач. Сĕмсĕрленсе çать (= çиет), антăхать (жадно ест).

сĕнк

(сэ̆ҥ'к, сӧ̆ҥ'к) подр. Утиханию, успокоению, впаданию в забытье, задреманию. Н. Уз. Пăртак сĕнк пулчĕ-ха! Немножко затих и уснул (говорится о ребенке, который часто плачет). Сред. Юм. Пăртак выртам-ха, каймалла полаччин, тесе выртрăм та, сĕнк полнă кайнă (задремал). Ib. Пăртак выртса сĕнк пôлам-ха тесе, тин çиç выртнăччĕ, килсе те тăратрĕç, сĕнк полаччинех. Янтик. Çул çинче канса ларакан матка халь сĕнк пулнă (впала в забытье). Ib. Эпĕ сĕнк пулайнăччĕ, мана килсе те вăратрĕç. . Трхбл. Сĕнк пултăм, вздремнул. Тюрл. Ларнă çĕртех сĕнк пулса карăм (задремал). Хăр. Паль. 4. Пальля, çул çинче ывăннăскер, пĕр тăлăплă çын çумне тĕршĕнсе сĕнк пулса кайнă. Çутт. 158. Хăй: ытла та ывăнтăм! тет те, сĕнк пулса хытса каять. || Забытье. МПП. Сĕнке кайнă, задумался. N. Йăвăр шухăшсем кăна сĕнке янă.

сĕнк

(сэ̆ҥ'к), опустить, склонить голову. Юрк. Этем пуçне сĕнксе пит кăмăлсăр çӳренине курсан, вăл унтан ыйтат: этем эсĕ мĕншĕн пит кăмăлсăр çӳретĕн? тет. Ib. Сукмак тăрăх пуçне сĕнксе малалла ута пуçларĕ. Толст. Пĕр вунă кун иртсен, Дружок сĕнксе çӳре пуçланă. Вăл ĕçми те, çими те пулнă. Шел. 26. Асапланса, ахăрса, пырать сĕнксе Ессепе. Сам. 35. Ерçерум тавраш... Çӳллĕ, чуллă сăрт, юрпа витĕннĕ — лараççĕ шăпăрт, кăвак уярта тăраççĕ сĕнксе. Орау. Сĕнксе (опустив голову), тĕкĕлтетсе пырать пĕр ӳссĕрскер, пĕтĕмпех çемĕçнĕ. || Дремать, „клевать носом“. N. Тин сĕнксе кайнăччĕ. Я только задремал было. Городище Б. Сĕнксе ларат (тăрат). Сидит (стоит), погрузившись в дремоту. Ib. Мĕн сĕнксе тăран? Что ты дремлешь? Что ты спишь. Орау. Сĕнксе ăйăхласа ларать, теççĕ ларнă çĕрте сулланса çывăрса ларакан çынна. Хурамал. Çын тĕлĕнсе (задумавшись) çывăрнă пек ларнă чух, сĕнксе ларать, теççĕ. Альш. Сĕнксе ларат. Клюет носом (о засыпающем). В. Олг. Сĕнксе ларат, хомканкаласа ларат (пьяный). Н. Уз. Сĕнксе ларат. Сидит (то-и-дело) закрывая глаза от дремоты. Якейк. Сĕнксе. Ларать = ăйхăласа ларать. Янтик. Иван сĕнксе ларать (полусонливо сидит). Слеп. Аран сĕнксе ларать, кĕлеткине те çĕклимаçт. || Поплестись. Капк. Илсе сĕнкрĕ килелле. Слеп. Атя отăпăр, сĕнкĕпĕр.

сĕнкĕртет

(сэ̆ҥ'гэ̆рдэт), еле шагать, еле ходить, плестись. СПВВ. ИФ. Ватă çын сĕнкĕртетет, хулен утать. Ib. Пĕр-пĕр ватă çынна: ав ĕнтĕ тек сĕнкĕртетсе çӳрет, теççĕ. Череп. Сĕнкĕртетсе çӳрет. Чуть ходит (напр., старик). Ст. Чек. Сĕнкĕртетсе çӳрет (тесе) ӳсĕрĕлсен хăйне хăй çӳрейми, хăйне хăй пĕлейми пулса çӳрекен çынна калаççĕ. СТИК. Аран-аран сĕнкĕртетсе çӳрет (еле-еле ходит. Говорят про слабого человека или про того, кто только-что начинает поправляться от болезни). Ib. Сĕнкĕртетсе çӳрет, ходит и не может разобраться в окружающей обстановке. Ib. Кĕнеке вулакан виçе юпи çинче ларакан ачана шуйттансем сĕнкĕртетсе çӳресе шыранă. || Болтать, говорить вздор. Альш. Сĕнкĕртетет çавăнта кирлĕ мара. Что-то слышал, но передает неправильно.

сĕнкке

плестись. Хурамал. Пĕр пĕччен хăрамасăрах сĕнккерĕ (çулпа кайрĕ).

Сĕнтĕр-вăрри

(сӧ̆ндӧ̆р-вŏрриы), назв. г. Марпосада на Волге, районный центр в ЧАССР, у устья р. Сундыря. Абаш. † Чолхолара чол хаклă, Сĕнтĕр-вăрринче сĕлĕ хаклă. Пир. Ял. Хутсем хыççăн (вслед за документами) уйăхран Сĕнтĕр-вăррине икĕ-виçĕ хут та çитрĕм (побывал). N. Эпĕ пĕр вуникĕ çула çитсессĕн, эпир пĕрре аттепе Сĕнтĕр-вуррине пĕрене турттарма кайрăмăр. Моштауши. Пăртак кайсан, эпир Сĕнтĕр-ворине çитрĕмĕр çĕрле.

-сĕр

аффикс отрицания прилагательных и существительных, „без“. См. -сăр. БАБ. Пирĕн ял пысăк та, ахаль те, ялта пĕр-пĕр чаплă мар çын вилсен, хăшĕ-хăшĕ ик-виçĕ эрнесĕр те пĕлмеççĕ. Кан. Суккăрсене пулăшассисĕр пуçне, суккăр пуласран сыхламалли тĕлĕшпе те ĕçлемелле.

сĕр

(сэ̆р), цедить, процеживать. Ст. Чек. Авал çынсем тĕттĕме çутăличчен çĕр хута алапа сĕрнĕ, тет. Вара вĕсене пĕр çын ку асапран хăтарнă, тет. Календ. 1903. Сĕтне никçан та сĕрмеççĕ, лайăх витсе хумаççĕ, тăпра, çуп-çап кайса пĕтет. Изамб. Т. Сăра юçсе ĕлкĕрсен, ăна сĕреççĕ. Ходар. Сăрине туса йӳçтерсе сĕрсен... || Фильтровать. || Бродить рыбу, ловить бреднем. Изамб. Т. Атмапа пĕр çын çырма хĕринчен сĕрсе çӳрет. Ib Полă сĕр, бродить рыбу. N. Унтан пичче тата тепре сĕрсе кăларчĕ. || Вылавливать, напр., клецки, салму из чашки. ||В перен. смысле. Хурамал. Сĕрсе çӳрет ял çинчи сăрана, теççĕ нумай ĕçсе çӳрекен çынна. Янтик. Сĕрсе çӳрет (так говорят про человека; который любит угощаться у людей; но сам не угощает).

сĕре

зря (русск.). Ст. Чек. Япаласем ман пӳртре сĕре выртаççĕ, пӳрте питĕрсе хăварас. Янтик. Нихçан та арçури курманскер, ытла пит сĕре хăранă. Сред. Юм. Сĕре пит сăмахлать (= пит сăмахлать), очень разговорчив. N. Сĕре васкав пулчĕ. ЙФН. Пирĕн Ултук (имя жениха?) тал-пиçен, пĕр йĕппипе чиксессĕн, сĕре çӳле сиктерет. Аттик. Вăл пумилке выльăхне ахал выльăха пуснă пек сĕре пусмаççĕ. Стюх. Йыттисем (у него) пурте сĕре хаяр пулнă, тет. Собаки у него все были невозможно злыми.

сăреке

(сэ̆рэгэ), бредень для ловли рыбы в летнее воемя. Ёково. N. Эпир пĕрре лаша кӳлтĕмĕр те, сĕреке хурса пулă тытма карăмăр. N. Икĕ çын сĕрекен икĕ вĕçĕнчен туртса пыраççĕ, эпир пулине хăваласа пыратпăр. Пĕр пилĕк-улттă сĕрсен, пирĕн пĕр витре пулă пулчĕ. Альш. Ăшăкрах çĕрсенче тата сĕрекепе сĕреççĕ пулăсене. Сĕрекене мишук евĕрлĕрех çинçе тĕплĕ тунă. Çăварĕ унăн сарлака, пĕр ик-виçĕ пичетни пур-тăр. Икĕ енчен икĕ çын сĕрсе пымашкăн патакран тытмалли тунă. Çав патаккисене пуç-чиккĕн тытса пынипех леш сĕрекийĕн çăварĕ карăнат та, унта пулăсем кĕрсе пыраççĕ. Вăл мишук пек тăсăлса пыраканнине сĕреке хӳри теççĕ. Сĕрекене лайăх йышши хаклă йĕтĕн çипписенчен тăваççĕ. СПВВ. ЕХ. Сĕреке — пулă тытаканни. Унпа иккĕн сĕреççĕ.

сĕрем

то же, что сĕрен. Макка 227. Мункунăн юлашки кунĕ ялти ачапчасем вăрмана кайса çамрăк çăка касса килеççĕ. Вырсарникун ирхине авланман ачасем пĕр пӳрте пуçтарăнаççĕ. Унта вара вĕсем пĕр тилкепе илсе кĕреççĕ те, шăпа тытаççĕ. Чăн çиялти юналтлă пукальник пулать, ун айĕнчи çăмарта пуçтаракан пулать, виççĕмĕшĕ — ачасене сĕрем кăшкăртакан пулать. Çавăнтисем сĕрем пуçласан, пукалник лаша утланса килет. Пукальник лаша утланса килсен, сĕрем пуçлакан çынсем хуçи панчен тухса каяççĕ. Вĕсем мал енелле каяççĕ те пĕр çăмарта çапса çĕмĕрсе хăвараççĕ. Унтан тавăрăннă чухне ак çак кĕве юрласа килеççĕ: „Тăхăр тиртен кĕрĕк эп çĕлерĕм, тăхăрвунă пĕрме пĕртертĕм. Атула йĕкĕтем перхулла! Тăхăрвунă пĕрме час саланмĕ, ăрăскаллă пуççăм хур пулмĕ. Атула йĕкĕтем перхулла!“ Тепĕр çĕре кĕрсен каллах пукальник сăра ĕçет: сĕрем кăшкăр! теççĕ. Ачисем кăшкăрса яраççĕ. Ирхи куна каçченех çӳреççĕ. Унта пĕр касă анчах юлсан ут кустарма каяççĕ. Унта хăш лаши малтан килет, ăна пĕр лайăх сĕлкĕ (полотенце) параççĕ. Ун хыçĕнчине начартараххи, виççĕмĕшне пĕр япала та çук. Унтан вара çынсене чупма яраççĕ, чăн малтан килекене пĕр пĕчĕкçĕ тутăр параççĕ. Унтан вара ут кустарса кĕреççĕ те, пăртак килĕрен киле кĕркелесе çӳреççĕ те, унтан вара сĕрем ирттерме каяççĕ. Сĕрем ирттернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Юлашкинчен пăшал çапса хăвараççĕ. Вăл пăшала пыйтăпа çапаççĕ. Вутне сӳнтерсе хăвараççĕ те, ахаль юрă юрласа тавăрăнаççĕ. Çапла вара сĕреме ирттерсе тавăрăнаççĕ. Ib. Сĕреме мункун юлашки кунĕ тăваççĕ. N. Пилĕкмĕш кун (на 5-й день языческой пасхи) сĕрем тăваççĕ.

сĕрен

назв. обряда изгнания из жилищ душ умирающих. Н. Седяк. Кĕçнерникун каçпа ачасем „сĕрен тăваççĕ“. Ăна ак çапла тăваççĕ. Пухăнаççĕ çамрăкрах ачасем, пĕр-пĕрин хушшинчен начальниксем хурса пĕтереççĕ: пĕрне старшина тăваççĕ, голова тăваççĕ, староста тăваççĕ, казначей тăваççĕ, возовой тăваççĕ, музыканщик тăваççĕ, йăвăçран шатăрмак тăваççĕ, шатăртаттарса çӳреме. Унтан вара вĕсем хулăсем илсе килĕрен çӳреççĕ, çăкăр, çăмарта, укçа пуçтарса. Килсе кĕрсенех: сĕрен! тесе ушкăнĕпе кăшкăраççĕ, тата хулллисемпе: чир-чĕр кайтăр, тесе çапаççĕ. Купăс калаççĕ; шатăрмакпа шатăртаттараççĕ, ташлаççĕ. Хуллисем вĕсен пилеш йăвăççи пулать. Çак ачасем çĕрле çӳреççĕ. Пĕр-пĕр килле килсе кĕрсен, вĕсем хăйсем сăра ăсаççĕ, хăйă хăйсем çутаççĕ, сăрине те хăйсемех ĕçтереççĕ. Хуçасем голова’сем умĕнче, старшина умĕнче тĕк çех тăраççĕ ура çинче. Сăра ĕçкелесен, ташласан, вĕсене хуçасем параççĕ: укçа казначей’е, çăкăрне возовой’а, çăмартисене çăмарта пухакана параççĕ; вара хуçасене пуççапса тухса тепĕр киле каяççĕ. Пурин патне те çӳресен, вĕсем ялăн анат вĕçне тухса, çăмартисене пĕçерсе чӳклеççĕ те çиеççĕ. Укçисене валеçсе илеççĕ. Хăйсем вут урлă каçаççĕ, шатăрмакĕсене те çунтараççĕ. Ялта çăмарта, çăкăр, укçа пухса çӳренĕ чух тутара курсан, хуллисемпе голова'па старшина хушнă тăрăх хĕнеççĕ. Тутарсенчен укçа ыйтаççĕ; укçи пулмасан, тӳпеттейне илеççĕ. Сĕрене çапла тăваççĕ. ЧС. Пирĕн таврара пур чăваш ялĕнче те авалхи йăлапа сĕрен тăваççĕ. Ăна чир-чăр тасалтăр тесе тăваççĕ. Сĕрен эрне тенĕ чухах, сăрасем туса, пурне те хатĕрлесе, сĕрен кунĕ ĕçĕпĕр-çийĕпĕр тесе, хавасланса кĕтсе тăраççĕ. Ib. Тата ачасем сĕренте, кăшт катса çӳреме тесе, майăрсем, хĕвел-çавăрнăшсем, хура-мăйракасем, канфетсем илеççĕ. Сред. Юм. Сĕрен тесе мункун чухне килĕрен килле патаксĕмпе çапса çимĕçсĕм пуçтарса çӳренине калаççĕ. Етрух. Чăваш хушшинче епле сĕрен пуху пулни. Сĕрен пуху пулнă мункун эрнинче, е кĕçкерникун, е шăматкунсенче; тунă уна акă çапла: çамрăк авланман ачасем питĕ нумай пухăнаççĕ. У ушкăн çинче пĕри пĕр çĕклем хулă çĕклесе çӳрет, ытти ачасенче те пĕрер хулă чăвăклаттарса çӳреççĕ юрăпа. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасем те уя тухса вут питĕ выйлă хураççĕ: вутти урлă пур ачасем те сике-сике каçаççĕ, урлă та пирлĕ, вара сĕрене шатăртаттараççĕ, юрласа; унта вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. Юрри усен (вĕсен) акă çапла: „Пире сăра памасан, пички пăкки хуçăлтăр, пире чăкăт памасан, ĕне сĕтне типĕттĕр, пире çăмарта памасан, чăххи, кучĕ питĕрĕнтĕр!“ теççĕ. Хуллипе чăвăклаттараççĕ, сĕренĕпе, шатăртаттараççе: çапла хапхаран килсейрен кĕрсен юрлаççĕ; кăшин хулли хуçăлсан, у (вăл) тата çĕнĕрен хулă çĕклесе çӳрекенрен илет, вара кил хуçи кил карти варне сĕтелне усем пырас уммĕн хатĕрлесе лартать, унта пĕр витре сăра лартать, виçĕ çăмарта хурать, чăкăтне те, кулачĕне те хурать, пырса кĕрсен сăрине унтах ĕçсе яраççĕ, çăмартине, чăкăтне, кулачне сĕрен пуçĕ такмакне чикет, вара каллех чăвăклаттарса сĕрене шатăртаттарса килĕрен киле çӳреççĕ. Çӳресе пĕтерсен, каллех вут хĕрне тухаççĕ, çĕрле унта вара такмакран сĕрен пуç çăмартасене, чăкăтсене, кулачсен — пурне те пĕр пек валеçсе парать ачисене, унта çисе пĕтерейменнине ывăтса пĕтереççĕ: киремете çитер куна, тесе, киле илсе таврăнмаççĕ. Унтан вара хуллисене вут хĕрне пăрахса хăвараççĕ. Сĕрене ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. Ялта ачасем пĕр-пĕрин патне хăнана çӳреççĕ савăннипе вара кайран. Çапла чăвашсем киремете хисеплесе савăнаççĕ. Нюш-к. Сĕрен — назв. обряда, который заключается в следующем: на пасхе вечером парни ходят по деревне и под окнами поют: просят яиц и пр. Если не дадут ватрушек и пирогов, то говорят: пусть печь обвалится; если не дадут яиц, то говорят: пусть куры не несутся. Максимкино. Сĕрен бывает в субботу на пасхальной неделе. „Сĕрен каласа çӳреççĕ“. Сĕрен будто бы трещотка, которая трещит: „чăр-чар“. СПВВ. Сĕрен или вирĕм, особое игрище. N. Кашни ял чӳк тума тапратиччен чăн малтан сĕрен тунă (как бы начало всех жертвоприношений). Ст. Яха-к. Унтан вара пĕтĕм сĕренте çӳренĕ халăх уя, ял тулашне, сĕрен пăрахма каяççĕ. ЧС. Мункун эрне тенĕ чух ачасем ашшĕсене атăсем илтереççĕ, сĕрен хăваланă чух ташлама тесе. Ib. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтрă килмес: хăш ялта мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ, хăш ялта çимĕкре тăваççĕ, тата хăш ялта аслă уй-чӳкре тăваççĕ. Н. Ильм. Мункун иртсен тепĕр кунне тунтикун прик-виç ача пĕр çĕре пухăнаççĕ те сĕрен тăваççĕ. Унта ытти ачасем пухăнаççĕ. Вĕсем вара касă тăрăх çăмарта пухма каяççĕ. Çӳресен-çӳресен, пĕр-пĕр пӳрте кĕрсе пĕр-пĕрне чир-чĕр кайтăр тесе çапаççĕ... Унтан вара масар çине кайса сĕренне çĕмĕреççĕ те, вилнисене хываççĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем тата уй-чукĕ тунă каçах (в день уй-чук’а) сĕрен тăваççĕ. Вĕсем çав сĕрен тунипе: ялти усал-тĕселсене хуса кăларатпăр, теççĕ. Альш. Ача-пăчасем, çамрăксем, пĕрин патĕнче пăтă пĕçереççĕ, Чӳклеççĕ. Каçпа сĕрен хăвалаççĕ. Пурте патаксем, шăпăрсем, çавасем илеççĕ, тет. Шăк-шăк, шăн-шăн! пурин çуртне урам тăрăх шаккаса тухаççĕ, пĕр чăхха хире хăвараççĕ. ППТ. Пирĕн таврара чăваш ялĕсем кашни çул сĕрен тăваççĕ. Çав сĕрене вăсем кашни ял тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ: хăшĕ Питравра уй-чӳкĕнче тăваççĕ, хăшĕ çимĕкре, анчах мĕшĕн апла тунине пĕлместĕп. Пирĕн ялăн хамăрăн мункунта тăваççĕ. Ib. Мункун ернинче ытларикун ачасем тăрсассăн ирех апат тăваççĕ те сĕрен хăвалама хатĕрлеççĕ. М.-Яуши. Чăвашсем тата сĕрен тăваççĕ. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тенĕ чух тапранать. Вара шăматкун ир пĕр çын патне пухăнать. Унта вара ват çынсем пуçтарнаççĕ. Вара унта ваттисем тĕрлĕрен ĕçлĕ çын уйăраççĕ: касак, улпут, касначчей. Тата унта ачасем те пуçтарнаççĕ, темĕн чул нуммай. Вара касакĕ ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. Ĕçлĕ çынсем ачасенчен ыйтаççĕ: хăнкăла пур-и йĕннисенче? теççĕ. Ачасем хăнкăласем чикеççĕ, йĕннисем çине кăтартаççĕ. Çав вăхăтра ваттисем сĕтел хушшинче лараççĕ сăра ĕçсе. Унтан виç çавра юр юрлаççĕ. Тата ваттисем ачасене вăт çапла кăшкăрма хушаççĕ: сĕрен. Тата тепре: хăнкăла! тесе кăшкăраççĕ. Хăнкăлана хăнкăла çиять, таракана таракан çиять, теççĕ ачисем. Унта шăпăр калаççĕ, ташлаççĕ. Касакăн аллинче улăмран тунă нухайка пур, çав нухайкапа кил хуçисене виçшер çапать, уна вăл, чир-чĕр кайтăр тесе, çапать. Унтан ачисем пурте ӳксе пуççапаççĕ кил хуçине: каçар, тесе. Ачисем вара кашни пӳртрен çу, сĕт, çăмарта, кĕрпе пуçтарса çӳреççĕ, ваттисем хушнă тăрăх яльпех çапла çӳресе пĕтереççĕ. Ваттисем кашни пӳртре сĕтел хушшинче лараççĕ. Ун чух вара вĕсен сăнĕсем вилнĕ çын сăнĕ пек пулать, куçĕсем хĕп-хĕрлĕ пулса каяççĕ. Вара çав каçах ял тулашĕнчи çырмана кайса пуçтарнă кĕрпепе пăтă пĕçерсе çияççĕ пурте. N. Малтан сĕрене лашасем ячĕç. Асан. Сĕрен, изгнание покойников. Ст. Яха-к. Пирĕн ялсем тата мункун тепĕр кунне, тунтикун каç, вилнĕ çынсене хывса сĕрен тăваççĕ. || Название инструмента, похожего на шăппăр, пузырь. Слеп.

сĕрĕмсĕр

невыясн. сл. N., Çĕн-çул каçĕ чăхсем тач пурте пĕр май ларсан, çав çул тырă лайăх та, пĕр май та сĕрĕмсĕр, теççĕ.

сĕртĕн

(-дэ̆н'), касаться, тереться. N. Пĕр-пĕрне сĕртĕнсе тивсе кайнă (загорелись спички).

сĕт

(сэ̆т, сӧ̆т), молоко. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çыннăн ĕни пулмасан, ăна çынсем чӳлмекпе сĕт парса яраççĕ, ул вара чӳлмекне кӳнĕ чухне пĕр чĕлĕ çăкăр илсе килет. Ăна вара: ĕни сĕтлĕ пултăр, тесе, ĕнине çитерме каласа хăварат. ЧС. Вĕсене (погорельцев) халăх хура ĕне сĕчĕ ĕçтерме хушрĕç, мĕншĕн тесен чăвашсем: хура ĕне сĕчĕ чĕрене çунтармас, теççĕ. Слеп. Сĕт чакни, сĕт типни. Ib. Ĕнен сĕт типрĕ. Ск. и пред. чув. 52. Сĕтпе шыва кӳртнĕ пек, вĕсем таса çитĕннĕ. Орау. Пирĕн, пĕре ят пăсăлнăскер, сĕтпе шыва кĕрсен те тасалас çук. Ib. Сĕтĕнче çурри шыв. Молоко пополам с водою. Султангул. † Хура ĕне килет макăрса, сĕтне су та сахăр ту. Якейк. † Ай, аки, Мари пор, сĕтпе шăва кӳртнĕскер; ай, пичи Йăван пор, сар тоттăрпа тытнăскер. Альш. Хĕвел тухăç енче таçта пĕр çырма пур. Шывĕ — сĕт, тет. Выртса ĕçсессĕн, сĕт халлĕнех кĕрет, тет, çăвара. Илсе ăсса ĕçсессĕн, шыв пулат, тет. Регули 1116. Сĕт çи (сĕт çийĕ) шăннă. Вишн. 65. Сĕт ан йӳçтĕр тесе, сĕт тыткалакан савăтсене таса тытас пулать. Ib. 62. Сĕтпе пĕçернĕ маннă е хуратул пăтти. Çутт. 89. Çулталăк хушшинче ĕне миçе уйăх сĕтсĕр пурăнать? Буин. Сĕт анать. С. Алг. Сĕт çулĕпе кайса, çу çулĕпе килмелле пулинччĕ. Ала 63°. Вара вăсем юлашкинчен çак сăмахсене калаççĕ: сĕт çулпа тухса каймалла пултăр, çу çулпа кисе кĕмелле пултăр, теççĕ. Сред. Юм. Сĕтлĕ пăтă — сĕт ярса пĕçернĕ пăтă. Сборн. по мед. Ĕмкĕчĕ çине чăмлак, хырнă кишĕр, сĕт пăтти хурас пулмасть. Вомбу-к. Сĕтпе пашалу çăраççĕ. Ib. Сĕтпе çăмарта хăпартаççĕ. Ib. Сĕтпе чуста хораççĕ. Икково. Кошак сĕт вăрлать. Кошка тайком пьет молоко. Баран. 99. Лайăх пăхсан, ĕне сĕтне ытларах антарать. Шишкин. † Эпир ăма питĕ хитре, сĕтпе колач çинĕрен. N. † Аннен кăмаки шор кăмаки, сĕтпе-порпа шоратнă, килес килет, кас (= каяс) килмеçт. См. Магн. М. 189. Кан. Сĕт парĕ кансан çех, пăруланă ĕне сĕт çителĕклĕ антарать. N. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, икĕ кăкăру сĕтсене пахил ту. Хурамал. † Пĕчĕкçĕрен пысăк пултăмăр, атте-анне кăкри сĕчĕпе. N. Тин çуралнă ачасем пек пулса, чуна аванлантаракан таса сĕте юратăр. || Молокообразное содержимое в шелухе несозревшего зерна хлеба. Тюрл. Ыраш шăрка таксассăн сĕте ларать. Ходар. Сана мăн турă, мăн турă амăшĕ, пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, çĕнĕ тырă-пулă сĕчĕпе пуççапатпăр, çăмăллăх пар. (Моленье). Сред. Юм. Ыраша сĕт кĕнĕ. (Ыраш шăркана ларса пĕтсен, пĕрчи пола пуçласан калаççĕ). || Фамильное прозвище. Якейк. Сĕт Ерхип.

сĕтлĕ

молочный. НТЧ. Пĕр хуран сĕтлĕ пăтă, çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту. (Из моленья ĕне ырри). Вомбу-к. Сĕтлĕ яшка, молочный суп. Ib. Сĕтлĕ чей, чай с молоком. Сред. Юм. Сĕтлĕ инен пăрушĕ те сĕтлĕ полать. („У богатого и дети богаты“). Магн. М. 95. Сĕтлĕ-çуллă пултăр. Молочный и масляный да будет. || Вымоченный в молоке.

сĕт чĕрессилла

назв. игры. Якейк. сĕт чĕрессилла. Ачасам пĕр çĕре похăнсан, пĕр ачи йăтă, тепри кошак, иккĕн хуçа полаççĕ, ыттисам порте сĕт чĕрессисам полаççĕ. Хуçасам иккĕн алăсене хреслĕрен хреслĕ тытса чĕрессине лартса нӳхрепе (пĕр-пĕр çĕре) еçеççĕ (= леçеççĕ). Хуçасам çăвăрсан, кошак сĕт чĕрессисене, сĕтсене ĕçсе упĕнтере-ӳпĕнтере хăварать. Хуçисам тăрсан, сĕте кошак çиса янине корсан, йăтăпа кошака шырама каяççĕ. Йăтă кошака тытать те, хуçисам патне исе пырса хăр-хам! тет.

сĕтев

(сэ̆дэв), придача, прибыль, выгода. Альш. Сĕтев курмасан, япала сутни те харам (не стоит). Ib. Лаша улăштартăмăр та, хам лаша çинчен З тенкĕ сĕтев патăм. СТИК. Сĕтев парса улăштартăм (с придачей). Череп. Эпĕ ку хăяра сĕтев илтĕм (на придачу). Ib. Мана ку хăяра сĕтев пачĕç. Ал. цв. 4. Çитменнине тата кĕмĕлпе ылттăн сĕтев илсе, хăвăртрах вутлă кимĕсене тултара-тултара киле ăсатса пырать. Юрк. Пĕр сĕтевсĕр улăшаççĕ. Меняются друг с другом (домами) без придачи. Бес. чув. 10. Вăл лаши çумне мĕн чухлĕ сĕтев (çине) памаллине тĕплех пĕлсе çитереймен-ха. Ст. Чек. Пуçма — пуç улăшрăмăр, пĕр енчен те сĕтев паман.

сĕткен

[сэ̆ткэн'), сок. О сохр. здор. Сивĕ тытакан çынна сивĕ таса шыв е сивĕтнĕ вĕренĕ шыв сĕткенĕпе, шур-çырли сĕткенĕпе хутăштарса парас пулать. Айдар. † Вăрманта йывăç пит нумай, сĕткен кĕни пит сахал. Н. Тим. † Хура вăрман варринче пушăтлăх; кам пĕлĕ-ши унăн сĕткенне (когда они в соку?) СПВВ. ПВ. Сĕткен, сок дерева. Ib. Ку вуплăн пĕр сĕткенĕ те çук.(Говорят о затверделой вобле). Сĕт-к. † Ыр ĕçсе те ыр çиса, сăпаççипах ыр çынне; эпĕр ĕçнĕ вырăнне сĕткен полса йолтăр-и. (Ĕçкĕ йорри). || Влага. Календ. 1904. Çĕр сĕткенĕ пĕтет.

свалккă

свалка (русск.). N. Пĕре антармалла мăклашкă. Хăма çурнă чух — пĕр свалккă антартăмăр, теççĕ.

свани

сванĕ, звание (от русск. званье, употребляется при отрицании). Сред. Юм. Пĕр мôнкôн иртнĕренпе какая сванĕ çăвара та чиксе пăхман (не пробовали ни кусочка).

-скер

ĕскер, частица, прибавляемая к прилагательным и причастиям. Старое значение этого слова — вещь, предмет. Кратк. кат. 1788 г. Чарать мана торă ни оçăлă, ни вурттăн никамран нимĕн тортса илме, топнă ускер (найденную вещь) йышăнтарас мар, таракан çынна пытарас мар, çын сохаланине, çаран е япала пакчине хувăн выльăхпа çитарас мар... Чăв. чĕлх. грамм. 95. Манăн икĕ юлташ: пĕри Ваççа, пилĕк çултанпа тăлăх ӳснĕскер, килĕнчен вуннăра чух тарнăскер; тепĕри польăк хĕрĕ Анна, Мускавра артистсен шкулĕнче вĕреннĕскер. Ib. Пулса çитнĕ ыраш уйĕ, ылттăн пек сап-сарăскер, тинĕсри пек хумханать. Ib. Çынсем, шала юлнисем, тĕлĕнсе хытса кайнăскерсем, пĕрне-пĕри куçран пăхса илчĕç. ТХКА 74. Аннерен пĕр-ик-виç утăмра пĕчĕк вилĕ пытарнă. Тахшин ачискер вара, ăна пĕлмерĕм.

сновор

становой. Б. Яниши. Пĕр эрнерен, сновор пăхсан, тин путарчĕç.

срук

срок, срок. Изамб. Т. Пилетĕн срукĕ тухнă. Билет просрочен. Мижули. Ăна виç хут утма срок параççĕ. В. Олг. Леш вот тиертсе хуаракан та пĕр çемĕ каличчен срок илнĕ. И тот (розмысл), который зажег свечи для взрыва подкопа, выпросил себе сроку, сколько надо для того, чтобы сыграть одну мелодию. Кан. Тархасшăн, срук парăр (подождите). N. Срук чăс, продлить срок. Сред. Юм. Апат çиме те срук памас. И на обед времени не дает. См. сăрук.

ста

где, куда. В. Олг. У др. ăçта, кăçта, кăшта, ăшта, çта, шта. Ст. Чек. Ста çитнĕ унта тăсăлса выртат, ста çитнĕ унта çӳрет пĕр ĕçсĕрех. Ib. Пирĕн сăмах ста каймас, пирĕн ят ста каймас. Икково. Ста каян квак сăхман? — Ан шарла хора сăхман. (Кăмамакаран тĕтĕм тохни). Тогасво. Эй, сăват! ста искаян (= илсе каян) эсĕ ко кошака? тет.

стайкка

кадка. СТИК. Ст. Чек. Стайкка = шетник, кадка. Корсун. Стайка, кадушка (= касмăк). Юрк. Виççĕн (втроем) виç ушатпа шыв йăтрăмăр, виççĕн пĕр стайк(к)ака хыврăмăр.

стан

станок. || Деревянный станок, где укрепляется жом, пресс (у маслобойки). Станок для ковки лошадей. М. Васильев. Стана кĕртсе лашана таханлама тытăнать. Чертаг. Стан çине лаша кĕртсе тăратаççĕ. Ib. Лаша таканлатмалли стан. || Стойло. Юрк. † Икĕ турă ут, пĕр кĕрен, тапăçаççĕ стантан тухасшăн. || Стан колес или ободьев. Кан. Пĕр çул хушшинчех вăл 100 стан ытла авса сутнă. || Кан. Чутеево. Пĕкĕ авкăçĕ или пĕкĕ станĕ, тукăн авкăçĕ или тукăн станĕ (из дубового чурбана). || Козлы. Б. Олг. Вот татнă стан. N. Чос çормалли стан. || Прялка. Н. Карм. || Форма. Ст. Шаймурз. † Йыснаçăм йысна, улпут пек, станра шăратнă çӳрта пек. Лашм. † Станпа каснă сурпан-пуç пурçин çитмесĕр тек тăрат. Альш. † Çинçе пĕвĕм ӳсет-çке, станран тухнă çурта пек. Н. Лебеж. † Аттеçĕм килĕнче пӳ ӳстертĕм, стана (от слова „станок“) хывнă сарă çурта пек. Сред. Юм. Тăхлан çĕрре çĕрĕ станĕ çине ярса килтех тăваççĕ. Бугульм. † Кĕмĕл çĕрри стантан тухайман, ачисем ачана çитеймен. || Формочка. Юрк. Хуран куклине чăвашсем, тăваççĕ: ашран, тăпăртсăран. Çуртăри чустине сĕтел çине хурса сараççĕ, йĕтĕрпе кустарса çӳп-çӳхе тăваççĕ. Ăна вара станпа, е сăмавар питĕрекеннипе, е эрех куркипе çап-çаврака касса илеççĕ те, вĕсенĕн ăшĕсене вĕтçеççĕ туранă аша е тăпăртса илсе хураççĕ. Чустине хире-хирĕç çыпăçтараççĕ, куклĕ пек тăваççĕ. Хуранти шыв вĕреме кĕрсен, хурана ярса пĕçереççĕ. Ĕлкĕрсен, тиркĕ çине ăсса çиеççĕ. Ашран тунă пулсан, ăна юратаканнисем уксуспа çиеççĕ. Уксуса юратманнисем ахалех те пит юратса çиеççĕ. || Печатный станок. N. Станпа пустарса кăларса тăма хатĕрлесе хунă кĕнекесем çукчĕ. Не было книг для издания. Юрк. Чăваш юррисем çинчен станпа пустарнине санăнне вуласа кăтартрăм, сана пит мухтат. Ib. Аран çырупа каçат илтĕм, унта манăн чăваш ташшисем çинчен станпа пустарнă. Ib. Станпа пусса кăлар, печатать и издать. N. Манас марччĕ тесе, пуçтарса çырса станпа пустарăпăр.

стантсă

(станцы̆), станция. Çутт. 53. Час-часах стантсă пасарне каять. Çамр. Хр. Ăна эпĕ стантса ăсатса ятăм. Кан. Тăвас çул çинче пĕр стантсă, икĕ расес пулмалла. На будущей железной дороге будет одна станция и два разьезда.

столовăй

столовая. Кан. Тата кунта пасарĕпе те пĕр столовăй çук.

стăрккă

то же, что сăтăрккă. N. Пĕр стăрккă(?) тăрать. Остается на некоторое время.

стрелокла

назв. игры. Эльбарус. Çак вăйă пуçлаччен кашни уйăрăлса, пĕр-пĕринчен аяккарах кайса паллă йоман котне: ко ман кил-çорт полать тесе, йышăнаттăмăр та, кашни пĕрер е икшер патак таткисем çĕклесе, пĕрле пыçтарăнса, вăрмана шала кĕрсе каяттăмăр: йоман касма каятпăр-ха, тесе кăçкăрса. Çав патак таткисене: кăсем портă-пăчкăсем, теттĕмĕр. Ошкĕн хошшинчен пĕрине: ко стрелок полтăр, тесе уйраттăмăр. Вăрмана шала кайсассăн, патаксемпе шаклаттарса, йомана порте харс çапаттăмăр. Пăртак тăрсассăн пирĕн пчик стрелок пыратьчĕ те, хăвалама пуслатьчĕ, эпир хăрашши туса питĕ хытă кăçкăрса тарашши тăваттăмăр. Пире хуса çитетчĕ те, портăсене тытса илетчĕ. Вара эпир пăртак тарсан: портăсене илме каяс-ха, тесе, стрелок патне çӳлчĕсем илсе каятпăр. Çав çӳлчĕсем пирĕн окçа полатьчĕç. Çак окçасене параттăмăр та, портăсене кил текен çĕре илсе каяттăмăр.

стрилук

стрилок, лесной стражник. Çутт. 83. Таçта каять пĕр стрилук, пăшал çакнă, йĕр йĕрлет. Чиганры. Вăрман патне çитеспе эпир пĕр çынна куртăмар та, каялла хăраса тартăмăр эпир, стрилок пулĕ тесе. Мижули. Пăртак татсан, ачасем каларĕç: стрилок килет, терĕç; анчах эпĕ ĕненмерĕм, çав вăхăтрах стрилок пире тытрĕ вара, хотаçсене исе карĕ. Сред. Юм. Стрилôкă, лесник.

строй

строй (военный). N. Стройра полнă посан, ку таранччен ăстан порнирас çокчĕ. Ачач 45. Пĕтĕм класри ачана пурне те, салтаксене строя тăратнă пек, чи хыçалти парттăсем хушшинчен пуçласа алăк патне çитичченех, пĕр ĕрет тăратса тухрĕ. Якейк. Ачасем икĕ рет ăрам пак тăрса тохаççĕ, ачасам хошшипа пилĕк хут кăлараççĕ; шăхча ăрам виттĕр тохнă чох порте мĕн вый çитнĕ таран çапаççĕ. Çакна строй кăларас, теççĕ. См. шăхчалла.

çав

вон тот, вон этот (означает предмет более отдаленный). Панклеи. Карчăкки: тор! тор! çав йытта çапса пăрах-ха, старик! тет. Регули 745. Çавна исе пар. Ib. 639. Çав сохалсăр старик (çав старик сохалсăр) салтакра çӳресе. || Этот, тот (упомянутый раньше). Чаду-к. Вăл каланă: пирĕн апи çук, çавна (её) шыраса çӳретĕп, тенĕ. Шурăм-п. Михаля: çавна кайса илес-ха, тесе, чупса кайрĕ те... Альш. † Ватта-вĕтте мĕн илем, çамрăксене çав илем. Ib. Елшелин те, таçтан килет шывланса хай Чăнлă юппи, çав тăрат шывланса. Вишн. 71. Çавсем (эти названные предметы) пурте çĕреççĕ те, шыва каяççĕ, шыв вара çавăнта шăршлă пулать. Ib. 61. Çав çинин мĕн кирлинчен ытлашши çăва каять те, ун йышши çын мăнтăрланса каять вара. Изамб. Т. Тепĕр кунне ирхине: çав Михалян (у этого Михайлы) виç сурăхне илсе кайнă, тенине илтрĕмĕр. СТИК. Çавăн (у этого человека) хĕрне калаçаççĕ (= çавăн хĕрне килĕшмешкĕн калаçаççĕ). Юрк. Çав вăхăтра (в это время), мĕскерлескер-тĕр (какая-то личность), пĕр çын, алăка уçса, еррипе кăна кĕрет те. Орау. Çав вăхăтра çынсам ун патне мĕн пулнине пĕлме пырсан, аçа çапса та вĕлерчĕ, тет. N. Эпĕ калах çав лашана пăхатăп. Я опять ухаживаю за тою (же) лощадью. Т. VIII. Çав каçхине, в тот вечер (в упомянутый вечер). Байгул. † Хура вăрман хĕрри хурлăханлă: хура чĕкеç лармас — çав хуйхă (вот в чем горе). || Такой (ставится вместо пропущенного собственного имени). Артюшк. Çав, çав çĕрте вăкăр пур. В таком-то месте есть бык. N. Çав тытнă. Такой-то покойник поразил болезнью. || Иногда подчеркивает подлежащее. Ст. Ганьк. † Таппăна (ловушку) ăçта хуратăн? — Юман тăрне хуратăп.— Юман тăрăнче мĕн лекет? — Сарă-кайăк, çав лекет. || Соединяется с наречием авă. Юрк. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ чăвашсем, авă çав сăмахсем пирĕн тĕп-тĕрĕс ĕнтĕ. Ib. Пирĕн йăха, пирĕн киле ырă кин килсе кĕменччĕ... — Авă çав тĕрĕс иккен, тет хунямăшĕ. || Заключает в себе ссылку на прежнее, указывая на факт, который вытекает или является последствием предыдущего или следствием других наличных обстоятельств. По-русски здесь могут стоять разные обороты. Сĕт-к. Кĕрконне, çав Ваçок кайсан, Ольон пит коллянатьчĕ. (Здесь „çав“ не указ. местоимение). ППТ. Çыннисем те тата, пурте, чăнахах, чир-чăр тесе пуль çав, ăçта тĕл пулнă, унта çаптараççĕ (позволяют бить себя прутьями, во время „сĕрен“). || Иногда употребляется для большей яркости и картинности изложения. БАБ. Старик кăна: мĕн чухлĕ пулĕ ĕнтĕ санăн вăю? терĕ, тет. Ку калат, тет: нумаях мар: çак çĕр варрине пĕр ылттăн юпа лартсан, çав юпаран тытса çĕре çавăрса ярăп çав, терĕ, тет. Шурăм-п. Шалти пӳлĕмри чӳречесем çинче сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем пур çав. N. Тăнă та çак çын (встал), вăл тăриччен пӳрт пулса ларнă (построилась) çав, пăхмали те çук (очень хорошая)! ППТ. Вăсем çапла, çăмартана, тепĕр иккĕ-виçĕ çăмарта çиесчĕ тесе, хăвăрт хыпса яраççĕ, анчах урăх лекмес çав вара. См. еще прим. в Оп. иссл. чув. синт. II, 232. || Иногда выражает согласие (соотв. русск.: да, конечно, разумеется). СТИК. Çапла, пурăнма питĕ хĕн çав пирĕн пек çынсене (çав придает выражению оттенок соглашения и грусти). Изамб. Т. Энтри ухмахланнă темест-и? — Çапла, тет, çав. Усен ăрăвĕ çав. || Употребляется для выражения подтверждения слов собеседника. Юрк. Апла ĕнтĕ, пулĕ çав (ну да), теççĕ итлесе ларакансем. Альш. Карчăк калат: кай çав (ну да, ступай), аранчĕ (немного) сана та парĕç, тет. Сред. Юм. Çырмара çан чôл шыв йохнă çĕрте те пĕрмай çав шывва кĕрсе çӳрет. Шывпа йохса кайтăр çав (в конце повышение голоса). || Хотя, правда. Т. VII. Амăшĕсем: хĕрĕм, пурăнма аван-и? тесе ыйтаççĕ, тет. Хĕрĕ: аван та çав, эпĕ тăнă çĕре ялан кĕтӳ хăвалаççĕ, тесе калать, тет. Изамб. Т. Тепле унпа ĕмĕре ирттермелле.— Ирттерĕн çав! Не знаю, как с нею прожить век! — Ничего не поделаешь, проживешь! (т. е. таково положение вещей). || Изамб. Т. Эсир миçен çав? А вас сколько человек? А велика ли ваша семья? (Так спрашивает человек, уже знакомый с семьей). || Ставится в безразличных и неопределенных ответах. Трхбл. Аван çывăртăн-и? — Çывăрнă çав ĕнтĕ. N. Мĕшĕн сахал ĕçлерĕн? тет.— Ĕçĕ сахал мар та, çурмалла ĕçĕн çав ĕнтĕ вăл (условия работы исполу известны): çурри ăна, тет. || Уж. КС. Апат телĕшĕнчен ашшĕ хĕрĕ çав (уж). || Соотв. русск. частице же (произносится с оттенком раздражения). Йӳç. такăнт. 7. Пĕçер ху тата, пĕлен пулсан! Пулать çав арçын (бывают же такие мужики)!. || С вопр. част. „и“ соотв. русскому что ли это. N. Сирĕн ялсем-и? — Çук, чураппансем-и çав, кушкăсем-и... (Они) из вашей деревни? — Нет, не то черепановские („черепановские что ли это“), не то кошкинские... Альш. Çапла пулчĕ çав пирĕн ĕç! Вот такие-то у нас были дела... (Заключает рассказчик повесть о том, что с ним случилось). || Дело в том, что... (заключает в себе возражение или противоречие с предыдущим). N. Эсĕ мĕшĕн ăна театăра ертсе каймарăн? — Унăн укçа çукчĕ çав. N. Эпĕ ăна хамах кӳлсе парăттăм та, манăн алă ыратат çав. Основу çавăн см. особо.

çав пур

только это и есть. Бюрганский. Эпир, ача-пăча вилсен, пĕр пĕлмесĕр макăратпăр, çав пур пирĕн.

çав тĕлешрен

çав тĕлĕшрен, по этим соображениям. ППТ. Çав тĕлешрен кашни килĕре, пĕр-пĕр ача çав хулă татăкне ан пăрахтăр тесе, пит хытă пăхаççĕ. (Сĕрен). Истор. Çавăнта судебник çинче çав тĕлĕшрен урăх законсем кăларнă.

çав хутран

в это время. N. Çав хутран вырăс çаррин пĕр ушкăнĕ Ылттăн Ордана кайса кĕнĕ.

вырăсла çава

род косы. Пазух. Унăн çави вырăсла; пĕр çавăрса кастарсан, ик ытама çитес çук.

çавăнтан

(-да-), оттуда., В. С. Разум. КЧП. Ăçтан килсе кĕтĕн, çавăнтан тухса кай. N. Вăл хăй юрлă çын пулнă та, пĕр кӳлĕрен пулă тытса тăранса пурăннă, çавăнтанах кӳршĕ çыннисене те пулăшнă. || С тех пор. Кан. Çавăнтан çĕр мĕлюн патне яхăн патшалăх каçарнă. N. Çавăнтан вара Макар хăй килне хăй пăхса тăнă.

çавăр

(с'авы̆р), вертеть, вращать; перевертывать, навертывать. ЧС. Ашшĕ унăн сăмахне итлесе тараса (колодец) патне пынă та, каткана (бадью) çавăрса улăхтара пуçланă. Ск. и пред. чув. 99. Чупать ав вăл васкаса, урисене çавăрса. Собр. † Кăвак лашасе кӳлер-и, хĕврисене çавăрса тӳлер-и. N. Ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çавăрса лартат (ие). Бугульм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм (не мог надеть как следует). Кан. Пуслăх пек рычак тытнă та, çавăра тăрать (так и вертит, угрожающе). || Повертывать, размахиваться (чем). Макс. Чăв. К. I, 60. Кĕтĕм эпĕ хура, ай, вăрмана, пуртă çавăрайми йывăç пур (так как лес очень густ, то нельзя размахиваться топором). N. Енне-енне çавăрса тăратса. Образцы. Самар çуни — сарлă çуна, çаврайăттăм пӳрт умне. || Повернуть; завернуть. Тайба-Т. Пĕчĕккеççĕ лаша — турă лаша, çунине çавăрса хуринччĕ (а если бы повернула!). Çутт. 31. Шкула кĕнĕ чух урисене çавра-çавра пăхса тасатать. Изамб. Т. Лашана хапха патне çавăрса кил. Заверни лошадь к воротам. Бур. † Кил-йышĕ килте пулинччĕ, хирĕç тухса илинччĕ; лаши матур пулинччĕ, вăр çавăрса ларинччĕ (надо: лартинччĕ). N. † Çавăрма çук сылтăм хула, ытарма çук савнă сар хĕре. || Перевертывать (настроение; одежду, при перешивании). Баран. 42. Йытă улашни выçă кашкăрăн чĕрине шарах çурать, пĕтĕм ăшчиккине çавăрать. N. Халата çавăрса çĕлетрĕм. || Обращать внимание. N. Псков, Новгород таврашĕнчи юçлĕх çĕрсене типĕтсе çереме çавăрĕç. N. Унăн чирлĕ выртакан вырăнне канмалли вырăна çавăрĕç. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă тет те, çемйисем хире кайсан: турăçăм ырлăха çавăрччĕ! тесе юрласа çӳрет, тет. || Возвращать назад, привести (о судьбе). N. Хăçан та пулсассăн вăл сана киле çавăртăр (пусть вернет домой). N. Темлерен çавăрăнăп-и анчах. Пазух. Кĕркуннехи уçăма тур ут пусĕ малашне. Ан йĕр-ха, атте-анне, турă çавăрмĕ-и малашне. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче çавра кӳлĕ, çил çавăрса кӳртрĕ пĕр çулчă; пирĕн тăвансемех пит аякра, тур çавăрса кӳчĕ пĕр çĕре. Календ. 1907. Çĕре çапла тума, çапла ĕçлеме нумай расхот та, вăй та тухать. Анчах ун вырăнне, тухнă расхота, пĕтнĕ вăя çавăрса, нумай усă кӳрет. Ерех 16. Нимле те алла çавăрма çук, ытла йывăр çул килчĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Якку пур, сана пулас марччĕ, такçтан турă çавăрчĕ. Альш. Пулăçăсене ку ача калат: турă çавăрнипе татах çаврăнтăм çав (опять пришлось здесь пройти), тет. || Кружить, бушевать (о буре). Сред. Юм. Ах тор, паян тăман çаврать (буран кружит). Епле çӳрет çôл çӳрекен çын! Коракыш. Çанталăк пит кансăр пулнă, çил-тăман тем пек çавăрнă (бушевала пурга). N. Айĕн-çийĕн çаврать (буран). Кан. Час-часах çил-тăмăн тухса çавăрать. || Кружить голову. АПП. † Хӳмесем çинчен ан çӳрĕр, çамрăк пуçăра çавăрса. N. Тем хам пуçа хам çавăрса порнап. Янтик. † Çын сăмахĕ хыççăн ан кайăр, çын сăмахĕ пуçа çавăрать. Полтава 14. Çамрăк илем анчах мар хĕрсен пуçне çавăрать. N. Мĕкĕтепе Петĕр, вĕсен пуçне такам çавăрнă пек, карчăк сăмахне итлесе, тумтирсем, çĕлĕксем тăхăнаççĕ те, чупаççĕ хупаха. || Обдумывать. Ск. и пред. чув. 21. Лайăхрах ыйтса пĕлем, ăспа пуçра çавăрам, унтан вара ĕненем. || Проплыть вокруг. N. Ку шӳкке пулат, тет те, кăна хăвалать, тет. Пĕтĕм кӳле çавăраççĕ, тет. || Обернуть. Сборн. по мед. Тутăр татăкĕ илсе, ăна кача-пӳрне çумне çавăрса. N. † Йори илтĕм çут пиçхи, çавра-çавра çыхмашкăн (обернув вокруг), йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. || Украсть, присвоить. N. Иван: эпир сутăçсем пулă сутма пурсан, пуллине ак çапла çавăратпăр, тет. Хăй сутăç умĕнчен лушкипе çăва йăлт хăй патне пуçтарса илчĕ, тет. || Обойтись (в течение известного времени). Тим. † Алăкран тухми çӳпçи пур, аллă пилĕк сурпанĕ пур, аллăшне парне парсассăн, çул çавăрма çитĕ-ха, пилĕкĕш хăне (= хăйне) юлĕ-ха. || Обходить, подносить. Мусир. Çитмĕл курка çитмесен, çавра куркапа çаврас (обнести), тет; çавра куркапа çавăрăнмасан, тимĕр куркапа тивертес, тет. || Собирать в одно место. Ст. Чек. Хĕрĕм, кĕтĕве çавăрса хăвар-ха. Дочка! собери-ка стадо в одну кучу. || Рыть. В. Буян. Çав шăтăкра патша ывăлĕ çĕр тĕпĕнче хăйăр çавăрнă. || Свить (гнездо). Сред. Юм. Çерçи йăва çавăрнă. Воробей свил гнездо. Баран. 150. Пурте йăва çавăрса чĕпĕ кăларăççĕ. Ib. Тилĕ... вĕçен-кайăксен çĕре çавăрнă йăвисене шыраса тупать. || Строить (дом). Сред. Юм. Ô çын халь çорт пит çаврать. Он теперь строится во всю (строит дом, усиленно занят постройкой дома). Кан. Халĕ вăл пĕр уйăх хушшинче килне çавăрса çитере пуçларĕ (стал достраивать), пӳртне тимĕр витнĕ. N. Пӳртсем лартрăр-и? Кил-çорт çавăртăр-и? Çуртăрă-йĕрĕре çавăртăр-и? Кил-картиш çавăрайрăр-и? Построились ли вы? (Так спрашивают в разных говорах погорельцев). N. Кусем хăйсем пĕр тĕрлĕ ял çавăрса пурнаççĕ. || Городить. Пазух. Тимĕртен анкарти эп çавăртăм, йĕтемиине шăвăçран сартартăм, юпине ылттăнран, ай, ларттартăм. Альш. Кив çурт çинче (на прежнем месте деревни) анкартисем çавăра-çавăра, тыта-тыта пĕтернĕ. N. Пирĕн атте картишне шурă хăвапа çавăрнă. Якейк. Холая чолпа çавăрнă. Город огорожен каменною стеною. || Класть (печь). Изамб. Т. Кăмака çавăрас. || Точить (о токаре). КС. Йĕке çавăр, вытачивать веретено; чашăк çавăр, вытачивать блюдо. || Обойти. Бюрг. † Анкарти тулашĕнче мулкаç вылят, пĕр çавăрса пулма-çке (= пулмаст-çке). N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрса тухрăм (обошел всю землю). || Вышивать. N. Мĕн ĕçлетĕн, тăхлачă? — Йывăр тĕр (тĕрĕ, узор?) çавратăп. || Оторачивать. Алших. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. || Отделывать. Тим. † Пурçăн пиçиххи ярапине çавăрса пулмарĕ укапа. Пуянăн та сарă ачине çавăрса пулмарĕ çамрăк чух. Бур. † Ука кирлĕ çухана (вар. суха) çавăрма; хайла (уменье, сноровка) кирлĕ юрăсене юрлама. Ib. Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у „тарай енчĕк“) ăшĕсене ука çавăрăр-а? Срв. Оп. иссл. чув. синт. I, 177. Лашм. † Улача кĕпе аркине çавра-çавра тыта пĕлмерĕм. || Закруглять. Альш. † Эпир ларас вырăна çавăрса тунă иккен тенкелне. || Увлечь, seduire. N. Ăна час çавăрма пулать. Её легко увлечь. Алешк.-Сапл. † Ылттăн ука çуха çавăрать, маттур ача сар хĕр çавăрать. АПП. † Вăрман хĕрринчи сар-кайăк, сала çаврас сасси пур... Тим. † Пирĕн савнă туссем ялта мар, сире çавăрмашкăн эпир мар. || Расположить к кому-либо; склонить. КС. Ун кăмăлне çавăрсан, тем чул та сăпаççипа калăттăмччĕ сана. N. Халăх кăмăлне çавăрас шухăшпа, вăл комиссияна (= комиççие) халăхран та суйланă çынсене кӳртмелле тунă. Бюрг. † Хамăн тенĕ тантăша пĕр çавăрса пулмарĕ мулпалан. N. Вăл патшалăхра мĕн те пулсан нумай вĕтĕ-вĕтĕ çĕр тытакансем туса, вĕсене хăй енне çавăрасшăн. Кубня. † Ай-хай савнă тусăм, хура куç! çавăрса пулмĕ-ши хам çумма? Юрк. Сирĕнпе пĕрле ĕçсе çиме пире çăкăр-тăвар çавăрчĕ. Ib. † Килес çукчĕ эпĕ çак киле, сирĕн çăкăр-тăвар çавăрчĕ. || Уговорить, убеждать (сильно раздраженного). Сред. Юм. Темле çиленнĕ çынна та хай маййăн çаврать (может уговорить). Альш. Унтан çавăра-çавăра хай хĕре йӳнерех хака килĕшеççĕ те, çураçаççĕ. Орау. Калаçкаласа аран-аран çавăртăм (уговорил). Альш. Карчăк хĕр тупать, карчăк каччă çавăрать. || Привлечь на свою сторону. Кан. Ку ĕçе пĕччен майлама çăмăлах мар, Ортяккова çавăрар. Кан. Ку кооператив халăха çавăрма (привлечь) пĕлменнинчен килет. || Ловко говорить, говорить обстоятельно. N. Халĕ вĕсем вĕсене хирĕç пит аван çавăрса çыпаçтараççĕ (ловко отвечают на выпады их). ТХКА 58. Ăслă, тăнлă çынсем аван, сăмаха çавăрса, ырă кăмăллă калаçнине илтсен, илемлетсе шăнкăл-шăнкăл шыв юхнă пек шăкăлтатса, кăмăла-чĕрене пусарса, лаплантарса, пит ăслă, вырнаçуллă, çыпçуллă çырнине вуласан, калаçнине илтсен, ах, вара, çавра-çил пек, ман шухăш кĕвĕçпе явăнать. КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ. Ловко отпалил (ответил) ему. N. Çавăрса калаçаймаçт. Шемшер. † Йори килтĕм çак хоçа патне, çавра-çавра поплеме. Конст. чăв. Çапла сан пек çавра-çавра каласа ăнлантаракан пулнă пулсан, капла пулас çукчĕ эпир, терĕç. Лашм. † Пĕчĕкçĕ çĕлĕк, çавра çĕлĕк, çавра-çавра ларта пĕлмерĕм; çак тусăм килсен, çавра-çавра калаçа пĕлмерĕм те, калаçа пĕлментен сивĕнчĕ. || ЧП. Выртрăм, ăйхăмсене çавăраймастăп (не могу уснуть) || Спеть куплет. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм, ăшăмра мĕн пуррине калăтăм. Кĕвĕсем. Чĕкеç килет сассипе, çавăрса юрлать юррине. || Уплетать. Кан. Нимрен ытла, кĕселе атте юратсах çавăрать. || Иногда выражает силу, ловкость, законченность действия. СТИК. Çавăрса çырт, укусить.

çавăра

(с'авы̆ра), çавра (с'авра), круглый. Панклеи. Вăр çавăра куçлă хĕр, девица с круглыми-прекруглыми глазами. N. † Çӳл ту çинче виç хурăн, çулçи çавра, хăй сайра. Юрк. † Санăн çавра куçă кам çинче? Манăн çавра куçăм сан çинче. АПП. † Пăха (вар. пăхма) пĕлмен çавра куç, икĕ куçĕ хĕп-хĕрлĕ. Рак. † Ĕнтĕ уйăх çавра, уйăх çавра, ман пуçăмри хура çĕлĕк пек. || Круг (напр., в хороводах). Альш. Пĕр тĕми çинчисем тепĕр тĕми çине вăйă курма пек мĕн пек пулса каяççĕ пĕрле пĕр çавра (один общий круг) туса калама. Ib. Тăнă çавра çавăрăнса. Варринче, сак çинче сĕтел умнерех купăсçă ларать. || Кружным, окольным путем, не напрямки. КС. Çавра = тавра. Ib. Çавра каян çу хыпать. || Куплет песни. Пазух. Пĕр-ик çавра юрă, ай, юрласшăн, хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. Байгул. † Пĕр икĕ çавра юр юрласшăн, тăвансене кăмăлсăр хăварас мар. Альш. † Виçĕ çавра юрă юрласшăн, хăвараймăп тăванăн кăмăлне. Трхбл. † Пĕр-ик çавра юрă та, ай, юрласшăн, хăварас мар хуçанăн кăмăлне. [Çавра юрă — куплет или несколько куплетов в песне, — связанных по смыслу]. Ст. Дув. † Хамăр тăвансен килне килсессĕн, виç çавра юрă юрлассăм килет-çке. Ст. Шаймурз. Акă йысна патне килсессĕн, виç çавра юрра хĕрхенес мар. Шибач. Ик-виç çавра юрă юрлам-ха кайиччен. Сред. Юм. † Çавра йорй йорлар-и (пропоем один куплет), тăшмансĕне хорлар-и? || Раз. Т. VI, 63. Тата виç çавра юрлăр-ха (спойте три раза; так обьяснил КС.). Юрк. † Пĕр çавра юрласшăн, хăварас мар хăтам кăмăлне. Сĕт-к. Пĕр çавра йорласа илтĕмĕр. Г. А. Отрыв. Вилес умĕн вара çав чĕлхеç (старуха Чĕкеçук) виç çавра: „Ярантайăн ят юлтăр, Чĕкеçук карчăк тĕп пултăр“, тесе юрланă та, вилсе кайнă, тет.

çавра чĕлĕ

ломоть отрезанный во весь каравай. Тоскаево. Ытла сăмах калаçаччен, пĕр çавра чĕлĕ ытлашкине çи, теççĕ. (Послов.). См. ташлама.

çавăрăм

, çаврăм, круг, окружность. || Круглый. Б. Хирлепы. Апи ярса пасара, сарă вăрăм хĕр пăхмашкăн, вăр çаврăм куçлине (с совершенно круглыми глазами). || Перевал месива. Питушк. Пĕр çаврăм (пĕр хул-хушши) анчах пăтрат лашана. N. Кĕçĕр ута пĕр çаврăм йорса патăм. Орау. Лашасене пĕрер çаврăм (кучка сена) çавăрса пар-ха: апат çияччен çиччăр.

çавăрăн

çавăрн, çаврăн (с'овы̆ры̆н, с'авы̆рн, с'авры̆н), вертеться, вращаться. Чураль-к. Ылтăн пахчара — ылтăн тенел; ылтăн тенелте — ылтăн урапа; çав урапа епле тенел тавра çавăрнать, çавăн пекех çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăрăнтăр. (Из наговора „хĕрсен пуçне çавăрмалли“). N. † Çӳлĕ ту çине арман лартрăм çиле хирĕç çаврăнма; кăçал пире, килес çул сире, тĕнчи çапла çаврăнат. Ск. и пред. чув. 11. Вутăн йĕри-тавра старик выртать çаврăнса. || В перен. смысле. Альш. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. IЬ. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, çавăрнат пурне майĕпе, ай-хай пуçăм — çамрăк пуç, çаврăнат хĕвел майĕпе, ах кăкăрçăм çамрăк кăкăр, çаврăнат купăс майĕпе. Синьял. † Вăта пурнери кĕмĕл çĕрри пурне майпе çавăрнать; йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çавăрнать. || Повертываться. N. Юрă сассипе хула çавăрăнса ларассăн туйăнать. N. Ку кашкăр хăш енне хăвăрт çавăрнайманнине, вĕреннĕскер, пĕлнĕ пулнă. N. Ку пĕрре çапат, тет те, тепĕр енелле çаврăнса ларат, тет (изба). N. Ман енелле çаврăнса тăр. Шорк. Малтан хăй, окçа çок тесе, йĕрет, кайран эпĕ окçа паратăп: ме, ил, тетĕп, вăл манран çавăрна тăчĕ. Сам сначала плакался, что денег у него нет; потом я ему предлагаю, а он взял да отвернулся от меня (выражение недоумения, неожиданности). N. Çаврăнса кайтăр! Чорт с ним (чтобы его перевернуло). || Кружить. С. Айб. † Ĕнтĕ çил çаврăнать, çил çаврăнать; çĕмĕрчипе хăви авăнать. Юрк. † Шурă Атăл хĕрринче шурă хăйăр, паян çаврăнса çуна юр пекех. N. Сасартăках пĕр ушкăн вĕлле хурчĕ вĕçсе пынă та, ун тĕлĕнче çаврăнса тăра пуçланă. Альш. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине: тир хуранĕ вĕрет çаврăнса. Вĕрет, вĕрет, çавăрăнаймаст, ман кăмăлăм сиртен тăранаймаст. || Кружиться (о голове). НТЧ. Вăл çапла, çиес килет тесе чарăнсанах, манăн пуç çавăрăнса кайрĕ (закружилась). Курм. Шывра çапла шухăшласа тăнă çĕртрех пуç çаврăнса килчĕ те, весерле кайрăм-ӳкрĕм. Баран. 56. Аялалла сирпĕнсе аннă чух ик-виç хут вĕл-вĕл çаврăнса илнĕ те, лаши-мĕнĕпе вĕçлĕ чул çине пырса çапăннă. Кĕвĕсем. Пĕр çырмасăр шурă хут варланмас, пĕр шухăшсăр çамрăк пуç çаврăнмас. || Свертываться. Çутт. 68. Чĕрĕпсем хăранипе иккĕш те йăпăр-йăпăр çăмха пек çавăрнса выртрĕç. || Объехать, обойти. НТЧ. Чĕнсе çавăрăнсассăн, киле тавăрăнать. Когда объедет всех с приглашениями, возвращается домой. N. Эпĕ çĕр çинче çӳрерĕм, пĕтĕм çĕре çавăрăнтăм. Ага 70°. † Утлан утланасса, ай, сар утна, çаврăн Хусанах та хулине. М. Сунч. Вара пур юмăçсем пухăнса ял тавра хĕрсене сухаласа çаврăнма хушрĕç. С. Айб. † Кĕçнерникун çунă юр çинче йĕс таханлă ут йĕрри пур. Йĕс таханлă ут йĕррине йĕрлесе, çеçен хирте виççĕ çаврăнтăм. N. Пĕре йăвăç (или: пӳрт и пр.) тавралла çавăрнтăм. Я обошел раз вокруг дерева (или: дома и пр.). || Сделать круг. Изамб. Т. Йĕкĕт тепĕрре çавăрăнчĕ те (на пашне), ашшĕпе пĕрле апат çиме ларчĕç. || Ворочаться (о лежачем). Рак. † Хамăр савнă туссем те ăсăма килсен, кĕске çĕре виççе те халь çаврăнатпăр. || Кружиться (о суводи). N. † Наратла çырми — çич çырма, çич çырмара çич кукăр, пĕрех кукăр çавăрнать. Кан. Хăвăртрах çавăрăнакан кукăрсенче, пур çĕртепе пĕрех, шыв тăрать. || Развеваться. Альш. † Ман пуçăмра хрансус явлăк уйăхран çӳле çаврăнтăр. || Окружать. Шемшер. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать: воник çыххи — ал çыххи, аллăм тавра çавăрнать. || Катиться. С. Дув. † Хура вăрман виттĕр тухнă чух, çавра çĕлĕк юлчĕ çаврăнса. Трхбл. Шăл урайне, тантăш, тасарах, кĕленче çăмарта çаврăнтăр. || Размахиваться. Буин. † Çаврăнайса утă, ай, çулмашкăн çави аври вĕрене пулинччĕ (вар. çави аври кирлĕ вĕрене). || Обращаться. Собр. † Вĕрене курка сарă курка нумай çаврăнчĕ аллăмра. || Быть около (кого), вращаться. Изамб. Т. † Пĕчĕках та пĕвĕм, çамрăк чĕрем, çаврăнайинччĕ сирĕн умăрта. || Возвращаться периодически. Рак. † Атте-анне килĕнче (вар. килне) хăна пулар (вар. пулар-а), уйăхпала (вар.-палан) хĕвел пек çаврăнса. Хурамал. † Эпир вылясси-куласси çулталăкра çавăрнать (возвращается через год). Альш. † Пятам, пянам килне хăна пулăр, уйăхпала хĕвел пек çаврăнса. || Приходить обратно, возвращаться. Альш. Ĕмĕр пулсан, çаврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. N. Хĕвел епле çаврăнат, эс те çавăн пек киле çаврăн. N. Çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша (= патшалăх) урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту. Эй сĕт кăкăри, пилле! теççĕ те, вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ, пилле, çавăр! тесе чуптуса илет. (Салтак ăсатни). Б. Яныши. Пăртак тăхтасан, çомăр каллях çавăрăнса пирĕн çиялла пура (= пыра) пуçларĕ. || Вернуться домой (напр., из похода). || Приходить, наступать (о времени). Толст. Чăнах та çав вăхăт çавăрăнса çитнĕ. || Обвиваться. Альш. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чуне тĕрлĕ курăка çавăрăнат. Ib. † Çĕр çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăкпа çаврăнат. || Превращаться. N. Ăна сут тунă чух, вăл айăпланса тухтăр, унăн кĕлли çылăха çавăрăнтăр. N. Çĕр çинчи чечек çынна çавăрăнĕ. N. Шыв юна çаврăннă. || Переходить (во что). Юрк. Тытăннă калле тутара çаврăнма (переходить в татары). Баран. 165. Çурçĕр енелле кайнă çемĕн сăрт тинĕсленсе пырать, тӳрем çĕре çаврăнать. Ib. 100. Чипер пăхса ӳстере-ӳстере, начар йăхах авана çаврăнса пырать. || Уходить обратно. Панклеи. Пĕр опи çавăрнса карĕ (ушел обратно). N. † Туйăма курма килнĕ тăшманăм çаврăна туха кайтăр-и? Хир-б. Мирон шарламарĕ, эпĕ шутларăм: ку çавăрăнса каять пулĕ, терĕм (я подумал, что...). || Перемениться. N. Çанталăк сивĕрен улшăнса ăшă енне (çур енне) çаврăнса пырат. N. Тĕнче çаврăнат çав вăл. Времена переменчивы. || Итти окольною дорогою. Альш. Çула хиртен каяççĕ, типĕ çулпа çавăрăнса. Ib. Эсĕ çавăрăнса-çавăрăнса кай (кружным путем). N. Çав çын трахтир паччĕн, арман паччĕн çавăрăнса çитеччен, лешĕ ун валли пӳрт тутарнă, лаша, ĕне, сурăх, качака илсе панă. N. Леш тĕл пулнă çын каллех таçтан çавăрăнса ун умне тухрĕ, тет. || Расположиться, стать благосклонным. Юрк. † Ютран тунă тус час çавăрăнмас (не скоро расположить его к себе). N. Чуптумасăр хĕр çаврăнмĕ. Микушк. † Сирĕн кăмăлăрсем пит пысăк, вунă сăмах каласа çаврăнас çук. Тим. † Пирĕн савнă туссенĕн кăмăлĕ пысăк, курса калаçмасан çаврăнмас. Пазух. Çумăр çăвать — йĕпетет, хĕвел пăхать — типĕтет; пиртен тантăш сивĕнет, кайран хăех çаврăнать. Тайба-Т. † Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, çавăрăнат-ĕçке çыру майĕпе; пирĕнпе те тантăш, ачасем çаврăнат-ĕçке уллах майĕпе. || Поддаваться уговорам, соглашаться. Ильмово. Вара каччи çаврăнать те, хĕрне курасшăн пулать. Потом жених соглашается и высказывает желание повидать невесту. Альш. Çавăрăнĕ-ха çапла тусан, капла тусан. || Увлечься. N. Во час çавăрнать. Её легко увлечь. || Перестать сердиться. Шибач. Эп никçан та çавăрăнмастăп (не откладываю гнева, не перестану гневаться, сердиться). Кан. Кашкăр çилли çавăрăнман, çавăрăнма та шутламан. Ib. Неушлĕ, ниепле те çавăрăнмĕ (не простит)?... Хамăрăн вĕт... Чем люди живы. Çавăнтах ун çилли çаврăннă. ЙФН. Ват çын сăмахĕ час çавăрнмасть. (Может значить: 1) не ясно говорит, 2) не скоро проходит гнев). Синьял. † Эп савнинчен сивĕнтĕм, калла çавăрнать ан тийĕр (т. е. мое расположение не вернется). || Быть красноречивым (о речи). Альш. Авă, эсĕ ватă çын ватă çынах: санăн чĕлхӳ-çăвару çавăрнать мĕн каласне, епле каласне (т. е. ты знаешь наговоры). N. Чăваш юрри вырăнне çавăрăнман чĕлхе-çăварпа вырăсла юрлаççĕ. || Выводить мотивы. Çатра-Марка. † Симĕс пĕкĕ авăнмаç, çамрăк кăккăр çавăрнмаç (юрлаймасть). КС. † Юрла пĕлмен кăккăр çаврăнмĕ (грудь не выведет мелодий). Ib. Кĕсле çавăрнмасть, кĕвĕ лайăх тухмасть (не точно производится мотив). Юрк. † Симĕс пĕкĕ авăнмĕ, турти çумне çыпçăнмĕ; пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнмĕ, ватă çумне çыпçăнмĕ. N. † Мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. Ск. и пред. чув. 26. Манăн кăкăр çавăрăнмасть, пысăк хуйхă курнăран. || Навиваться, виться. Юрк. † Пирĕн хирĕн варринче çаврăнса ӳсет пĕр тулă. Ib. Унăн кăтрисем çаврăнса ӳснĕ, явăнса ӳкнĕ. || Строиться. Микушк. Эпир кĕнĕ кил-карти, эпир тепре киличчен, хула пулса çаврăнтăр. (Такмак). || Переходить на чью сторону (метаф.). Юрк. Аптăранă енне, халтан кайнăскерсем, тытăннă лешсем енне çаврăнма (они). || Побывать. Альш. Ан хĕс куçна, хамах пĕлеп, çаврăнăп-ха каçпарах. || Пребывать. Микушк. † Эпир ларнă вырăна хĕрт-сорт ларса çаврăнтăр. (Такмак). Собр. Пĕчикçеççĕ, çап-çаврака, пӳртрен пӳрте кĕрсе çӳрет, нихçан та çаврăнса тухаймас. || Заниматься. N. Çу хута терлĕ-тĕрлĕ ĕçпе çаврăнса пурăнса эпĕ, Петр Алекçейĕвичран урăх нимĕн çинчен те ыйтса пĕлеймерĕм. || Удосуживаться. Тим. † Çырла пиçтĕр аллăм çаврăначчен (пока я удосужусь). || Накопляться (о делах). Альш. Праçник тесен те вăл хăйĕн ĕçĕ çавăрăнса килекен тĕлте, е пĕр ĕçрен тепĕр ĕçе тытăннă чух, пулан праçнике кăна калат, е пĕр-пĕр тĕлтен пурăннă пурăнăçра пĕлме кирлине кăна астăват. || Беспокоиться. Чураль-к. † Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. Хамăра тохса кайнине шотласан, питĕ ăшчик çавăрнать. Абаш. † Калла-малла шотласан, ăшчик вăр-вăр çавăрнать. N. † Ай-хай çамрăк пуçăм, айван ăсăм, çавăрнат-çке шухăш майĕпе. N. † Шукăшла-шукăшла ларсассăн, шукĕшĕ майпе пуç çавăрнать. || Употреб. в качестве вспомог. гл. Çутт. 143. Шăшисем хуппине йĕри-тавра кăшласа çавăрăннă. Абыз. Качча тухакан хĕр каларĕ, тит: атте, эп пĕрер курка парса çавăрнам-ха, тит.

çавăрăнса пăх

оборачиваться и смотреть, оглянуться. Сред. Юм. Çавăрнса пăхмасăр вырать (= пит вырать, жнет торопливо). Ib. Вăн тенкĕ ôкçа мана пĕр çавăрнса пăхма та çитмерĕ ô (так скоро я их истратил, что и сам не заметил). || Уделять внимание. N. Анчах лешкас хĕрĕсем пирĕн ял ачисене çавăрăнса та пăхмаççĕ (и смотреть не хотят, не обращают никакого внимания). Пазух. Çакă ялăн хĕрсене, ĕмĕр хĕрте ларсан та, йĕкĕт çаврăнса пăхас çук. Янтик. Эпĕ ун çине çавăрăнса та пăхмастăп! мĕн тăвас унпа. N. Хам кайран сире çавăрăнса та пăхман пек пултăм.

çавăрса ил

окружить, захватить. N. † Анкартине çывăхарнă хĕрсене çавăрса илсе пулмарĕ. Баран. 54. Хыçалтан хир енчен икĕ тĕлтен поляксем çавăрса илнĕ (крепость). N. Ку вилнĕ çын каптăрт! кайса ӳкет, тет. Хай старик патшана çавăрса илет те, калат: мĕнле, патша, эсĕ капла салтак çапса вĕлеретĕн? тет. N. Ибрахим, майпа анса, лашана мăйран çавăрса илчĕ, тет. N. Хулана çавăрса ил. ЧII. Хапхăр умĕнче хурăнлăх, çавăрса илĕрсем кашăклăх. Альш. Ку ухмах пĕр суйламасăр-тумасăр пĕр пĕчĕккĕ шапине çавăрса илет те, çарăк çине лартса каят. N. Карл I малтанах халăха юри кăна ирĕк ыйтнă ирĕксене панă та, хăй халăх хушшинчи матур çынсене çавăрса илсе пĕтерме пуçланă. Кратк. расск. 28. Сасартăк вăйлă çавра-çил тухрĕ те, çурта çавăрса илсе çĕмĕрчĕ-пăрахрĕ. Кан. Ют качакана хӳререн çавăрса илнĕ. Ib. Елен инке çĕрне те çавăрса илесшĕнччĕ кăсем. Çутт. 154. Хăш чух çунакан туратсем хуçăлса анаççĕ, вут çулăмĕ вĕсене çавăрса илет те, тăçта çитех çӳлелле уткăнса каять. N. Ăна пур çĕртен те инкек-синкер çавăрса илĕ. Орау. Вăл кунти халăха хăй аллине çавăрса илесшĕн тăрăшнă. М.-Яуши. Çурлипе тырă çавăрса илсен (когда захватим хлеб серпом), перекетне пар. (Моленье). || Охватить глубоко, осмыслить, понять. N. Вăл хăçан-та-пулин пуç тавра виçсе çавăрса илсе шухăшланă-ши (подумал-ли хоть когда-нибудь более или менее основательно?). Баран. 59. Япалана вăл (он) час ăнласа, çавăрса илнĕ (соображал, понимал). || Схватить за (что). Ст. Чек. Çухинчен çавăрса илнĕ (или: тытнă), схватил за шиворот. Баран. 58. Карап хӳрине хăй çавăрса илнĕ. || Отрезать путь. Сред. Юм. Кĕтӳ тыр çине кайнă та, кĕтӳçсем арран çавăрса илчĕç (отрезали путь). || Собирать в одно место. Ст. Чек. Кĕтĕве çавăрса ил, собери стадо в одно место. Сред. Юм. Выльăхсем пĕтĕмпе тыр çине кĕрсе кайнă та, кĕтӳç арран çавăрса илчĕ. || Переносно — охватить, овладеть (напр., искусством пения). Турх. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăттăм, ăшăмра мĕн пуррине калăттăм.

çавăрса калаç

, говорить обстоятельно, красноречиво. Собр. † Халччен курман тăвана халь куртăм, пĕр çавăрса калаçаймарăм. Ст. Чек. Çавăрса калаçат, сăмаххи пуклак мар, шухăшласа калаçат. ЧП. Пĕр çавăрса калаçа пĕлмерĕм тăванпа.

çавăрса хур

взвалить. М.-Чолл. Кашкăр сасартăк сиксе тухрĕ те, Елена Прекраснăя çурăм çине çавăрса хучĕ те, чул сапор урлă сикрĕ. Яргуньк. Çурăм çине çавăрса хутăм (шкуру волка). Сред. Юм. Çурăм çине çавăрса хор. Взвали на плечо. || Перевернуть. Сред. Юм. Çавăрса хор, переверни. || Побороть. Сред. Юм. Кĕрешнĕ чôхне çавăрса хор (побори). Пазух. Çавăрайса хунă, ай, çаврашка, кӳлсе тăратнă та пар лаша. Орау. Ĕнсерен парас (по затылку тебе дать), çавăрса та хураймасть (о музыканте). || Оплести (т. е. съесть). Орау. Пĕр куккăле çавăрса хутăм (оплел, т. е. съел). Сред. Юм. Эп пĕчченех ик чĕл çăкăра хам çавăрса хотăм. Я оплел (съел) два ломтя хлеба один. Капк. Инçе кайрĕç-и, сахал-и, пĕр йăран тĕми çине ларса кукăле çавăрса хучĕç. || Выпить (чарку, рюмку). КС. Пĕре çавăрса хур-ха, мĕн сĕнтерен? || Отпарировать удар (в разговоре). КС. Ăна хирĕç лайăх çавăрса хучĕ (ловко отпалил ему).

çавракан

кругом(-ами), в кружок. Орау. Ачасем хĕлле пăра (лёд) кӳлĕрен çавракан-çавракан (кругами) касса кăларса, арман тăваççĕ (делают нечто в роде жернова). Ib. Пĕр-пĕрин аллинчен тытса, çавракан (в кружок) карталанса тăраççĕ (в игре в „çил утилле“). Ib. Йĕрле (игра в жгуты) вылянă чухне мĕн пур вылякан ача, урисене пĕр çĕрелле туса, çавракан (в кружок) ларса çавăрнаççĕ.

çаврала

круглый. Ст. Яха-к. Пĕр пысăк çаврала чашăк çине сăра тултарса.

çаврашка

круглый. Г. А. Отрыв. Тăлăпăн та çухави (ворот) хальхи пак çаврашка пулман, тăваткал çухавиллă пулнă. || Круг, диск. В. Олг. Çаврашка, диск, круг (напр., у передка плетенки). КС. Хăш чухне уйăха пĕлт хупласан, уйăх хăй курăнмасан та, çаврашки курăнать. Ст. Чек. Уйăх çаврашки, диск луны. || Куча. Орау. Ачи пĕр çаврашка туса хунă (об испражнении ребенка). || Загороженная круглая площадь. Пазух. Çавăрайса хунă, ай, çаврашка, кӳлсе тăратнă та пар лаша. С. Айб. † Çавăрса та тунă çаврашка, кӳлсе те тăратнă пар лаша. Ст. Шаймурз. † Çавăрса хунă çаврашка, кӳлсеех те хунă павуска. Альш. † Алăкăрсен умĕнче çаврашка, çавăрсаях хунă павуска. || С круглым задком. Курм. † Çармăш çони çаврашка, пирĕн кот айне кĕрес çок.

çак

(с'ак), вот этот. Сĕт-к. † Ах-чах, ах анчах, ача вăййи çак анчах. М.-Чолл. Çак çулпа кайсан, лаши вилет, çак çулпа кайсан, этеми вилет. Регули 1468. Çак кĕнекепе çав кĕнекене иккĕшне те эп çыртăм. Ib. 627. Çак кĕнеке манăн. Орау. Ку лашана çтан илнĕ çак эсĕр? (если видеть в первый раз). Çак лашана çтан илнĕ çак эсĕр? (если давно видит лошадь). Пĕлесшĕнччĕ (давно хотел спросить), нимпе те ыйтимастăп çавна. СТИК. Çак çăраççие уç-ха. Алших. † Çак хăтан хапхи тăрринче аçа-тăрна кăшкăрат; çав хăтан хапхи тăрринче ама-тăрна сасси пур; çавсем иккĕш пĕрле пуласшăн кăшкăраç. N. Çакна çи те, çĕр çуна вут кас, теççĕ. (Послов.). || Он. Кн. для чт. I, 6. Эпĕ вулама та пĕлетĕп, тенĕ çак. || В этот самый (раз). Торп-к. Эпĕр юмах пĕлекен çынсем мар, çак килнĕ чухне çул çинче, пĕр вар пуçĕнче, пĕр арăм йытă çурине ĕмĕртет. Орау. Çак иртнĕ çĕрпе виçĕмкун каç эпĕ пĕр вăхăтрах икшер хут вăрантăм. Альш. † Нумайранпа çак касра хĕрсемпеле вылярăм. || N. Онта-и çак? Там что ли это? (раздолье). N. Инке, тетĕп, эсĕ çырăва вĕренни çак? тетĕп. Ачач 14. Анне! Иртри халь ыратни? тесе ыйтрĕ ача сасси. Амăшĕ вара çемçен кăна кулса кăтартрĕ: ах тур эсĕ, ывăлăм... Хăвăн аннӳне çамрăклах хĕрхенме пĕлетĕн çак, терĕ. Орау. Чуну пур-и çăк санăн? Ачу макăрнине илтместĕн (говорит муж, когда мать спит, а ребенок плачет). Н. Сунары. Пĕр ырхан кашкăр ял таврашĕнче çӳренĕ чухне, мăнтăр йытта курнă, тет.— Йытă тус! эсир апат ăçтан илетĕр çак? тесе ыйтать, тет. N. Мĕнле тĕлĕк курнă çак эсĕ, ачам?

çак

(с'ак), вешать. Абаш. Çӳçĕнчен поталăхран çакнă. Повесили (его) за волосы к потолку. Ал. цв. З. Çав тимĕр алăк çăри уççисене патша хĕрĕ пиçиххийĕ çинче çакса çӳрет. Ишвк. Старикки пĕр юмантан токмак çакса ячĕ те, токмак çилпе силленсе йоман çомне çапăнать. N. Ялавне питĕ васкаса кăларса çакнă ку! Кто-то („этот“) что-то уж очень поторопился вывесить флаг. Ала 19° Виçĕ чĕлĕ ил те, юлашкине йывăç туратĕнчен çакса хăвар (сухари). Альш. † Ĕнтĕ ятăр кайнă, чапăр кайнă кĕмĕл çакнă хулана. (Вероятно, описка вм. çапнă, где чеканят серебро). N. Витре ăшне курка çакаççĕ. || Начать варить в котле. СТИК. Вут чĕртсе, хурана çакса ятăм. Затопил очаг и поставил похлебку или что-нибудь другое. (çакас имеет в этом случае смысл не повесить, а начать варить, напр.: яшка çакрăн-а-ха? (Начала варить?) Сиктер. Вут чĕртсе хурана çакса яраççĕ. || Носить. Чăв. й. пур. 24. Вăл вăхăтра унăн çине çакмалăх та тумтирĕ пулман. N. Ĕлĕк хĕрарăмсем кĕмĕл çакса çӳренĕ. || Водить. Рак. Лешне хупа пĕрле илсе тухмарăн-ам? — А мĕн çакса çӳрес ăна кунта илсе туха... || Посадить (на спину). Букв. 1908, 17. Катуç чăлхине хывнă та, Маруçа çурăм хыçне çакса шыв урлă каçара пуçланă. || Байгул. Чăхă улăм пĕрчи çаксан, çын вилет, теççĕ. (Примета).

çакăн

(с'агы̆н), висеть, повиснуть. Ау 9. Çитмĕл çичĕ çивтĕлĕ, тет, кашии çивтинчен пĕр хĕр çакăнса çӳрет, тет. N. Шу çинче йăвăçран çакăнса тăрать (на дереве). N. Йывăç çинче çакăнса тăнă. N. Ача йăвăç тăринче çакăнса тăрать ни анимаçть, ни кантрисене салтимаçть. Курм. Така турат çинчен мыракипа çакăнса тăрать. Дик. леб. 46. Елиса çыхса тунă кĕпе маччаран çакăнса тăнă. Кама З1. Верук (Иллене çакăнса). Çынсем мăшкăлаççĕ, мăшкăл, ял мăшкăлĕ. Ан пăрахсам мана, савнă Илле, ан ятла мана, эпĕ нимĕн те туман. Н. Карм. † Аннеçĕмех панă йĕтĕн кĕпи çакăна юлчĕ вăта каштара. Ала 56. Эпĕ хурама хăвăлне анса çакăнса тăтăм (висел там). N. Пирĕн кунта ахаль те чун вырăнта мар, кашнăй кунах вилĕм пуç çинче çакăнса тăрать, халĕ талса (= татăлса) анас пекех. || Быть на весу. N. Вăл çавăнтах, машинăна каялла чакмалли пар янă пулсан та, машинă йăнăш çула кĕрсе кайнă; малти вагонсен ураписем çакăнса тăнă. || Повеситься. В. Олг. Каран вăл хорăнтан çакăнса вилчĕ (повесился). N. Тата Макар пиче çакăнса вилчĕ. Атăл хĕрне кайса пиçикипе çакăннă, аттесем пĕр кон хорал тăчĕç. Ст. Чек. Вăрманта усал çакăннă пулĕ. || Приставать, привязаться. О сохр. здор. Çынна çав чир çакăнсан, если пристанет (привяжется) болезнь. Б. Яныши. Мĕнле пулăсем хӳререн нумайăн çакăнса тулнă. Ib. Пулăсем хăйсемех хӳрене çакăнса тулаççĕ. || Тормозить, тянуть назад своею тяжестью. Сред. Юм. Лаша çакăнать. (Говорят, если едущий верхом ведет другую лошадь и она отстает от первой). || Следовать. Альш. Çăмарта сутма каякан çăкăрне хӳне хурат та, вăрăсем каллах урапи хыçĕнченех çакăнса пыраççĕ, тет, юлмасăр. || Попадаться; встречаться. Якейк. Хайхискер тин çакăнчĕ (наконец, попался), нумай кушшуль тăкрĕ, текех ямăç ĕнтĕ (про вора). N. Çул çинче мĕн çакăннă хуласене, ялсене — пурне те тĕпĕ-йĕрĕпе тустарса пынă. || Относиться. Баран. 247. Çурçĕр енчен Пăрлă Океан патне пырса перĕнекен хăш-хăш çĕрсем анчах сивĕ енне çакăнаççĕ (относятся).

çакăнтар

(-дар), понуд. ф. от гл. çакăн. N. Çав кӳлĕ хĕрринче ĕлĕк пĕр çын сăра тунă, тет, сăрине туса пĕтерсен, хуран çеклисене çакăнтарса хăварнă (оставил висеть), тет. Баран. 65. Кам çĕнтерчĕ? Кама кам хытăрах çакăнтарчĕ? тесе ыйтнă.

çаклан

(с'алан), зацепиться. Сюгал-Яуши. Пусма ман туратран çакланса çурла кайнă. || Приставать, привязаться. N. Мĕн усал килсе çакланасси пур мана? N. Темĕскер пулчĕ мана, эпĕ халччен чирлеменччĕ, пуç ыратат, шăмă-шакă ыратат, темĕскер çакланчĕ, тесе калат, тет. ЧС. Сунас пулман кăна (лошади), пĕр-пĕр урăх чир çакланнă пулĕ, терĕ. Кан. Лаша çумне тепĕр лаша çакланса пынă вĕсемпе. N. Чуна мĕн çакланмас. || Впасть. N. Эпĕ хуйхăпа асапа çаклантăм. || Попасть. N. Çĕркĕ патшанăн туй пулнă та, çавăльте çакланмарăм-и-ха (не попала ли туда), тесе калат, тет, тилли. Баран. 56. Иккĕш анчах шыва çакланайман, çыранран тӳрех лаши-мĕнĕпе чул çине персе аннă. Юрк. Эсĕ кунта мĕн ĕçпе çаклантăн? Ib. Тамăка çакланнă çынсем иккĕн, ĕлĕк пĕрле тус пулса пурăннăскерсем, пĕр-пĕринпе тĕл пулсан, тытăннă савăнса калаçма. Ib. Унта пĕр вырăна (должность) çаклансан, çавăнта слушит тăва пуçлат. Ib. Ăнсăртран мана çакланчĕ те, халĕ те пулин ман çумра кушак çури пек йăпанса пурăнат. Ib. Тутар арăмĕ утилни (удельный) вăрманне вăрттăн каснă чухне ăнсăртран вăрман хуралçине çакланат. Ib. Эпир ниепле те судья камĕрне çакланаймастăпăр, тархашшăн епле çакланмаллине каласа парсамччĕ. N. † Тевет, тевет, тиетĕр, тевет сире çакланмас; сарă хĕр, сарă хĕр, тиетĕр, сарă хĕр сире çакланмас. Дик. леб. 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? || Попасться. N. Опана çакланнă. Попался медведю. Якейк. Етменти Йăван çăрккаç плотнă çакланнă (= тытăннă). Орау. Пĕрмай пурнать халĕ, çакланмаçть. Пока ему все сходит с рук. Б. Яуши. † Карăш йăви картара, карăш пычĕ — çакланчĕ. || Чувствоваться. N. Хура вăрман урлă каçнă чух пăчăр тупрăм; пăчăрĕ çуна çине кĕреймерĕ, хул хушшине çакланмарĕ. (Шутка). || Выпасть. Альш. Малтан аслине çакланат, тет, сыхлама. || Заплетаться. Орау. Чĕлхи-çăвар пĕртте çакланмаçть ку çынăн (ловко говорит), кам-ши вăл? || Проникать, вливаться. Юрк. Вырăс чĕлхине çакланнă чăваш сăмахĕсем.

çаклат

зацепить, задеть. N. Хапха юпине ан çаклат. Ib. Эпĕ ăна туяпа уринчен çаклатса ӳкертĕм (уронил). N. Хайхи çын мунчалине салатса çав çеклĕрен çаклатрĕ, тет те, пăяв явма пуçларĕ, тет. || Запереть на крючок. || Захлеснуть. Скотолеч. 6. Вĕрен вĕçне пысăк йăлă туса çыхмалла та, çав йăлăна лаша мăйне тăхăнтарас пулать, вĕренĕн тепĕр вĕçне, лашанăн кайри урисем хушшипе кăларса, кайри ури пакăлчакĕнчен (сыппинчен) çаклатса илес пулать, унтан вĕрен вĕçне лаша мăйĕнчи йăлăран çаклатса туртса çыхас пулать. || Пришивать. Календ. 1907. Посылкă çумне тата „сопроводительный бланк“ тиекен хут çаклатса параççĕ. || Набрать. Çутт. 31. Урисемпе пылчăк çаклатса кĕрсе урайне варалатьчĕ. || Заполучить. ППТ. Пĕчĕккисем çăмартана кушиле хăйсен аллисене епле-те-пулин çаклатаççĕ те, чикке, çăмарта çинĕ çĕре, каясшĕн хастарланаççĕ. N. Пăхăр-ха, хайхи еплине çаклатнă (напр., девицу или вещь). || Украсть, свиснуть, хапнуть. Кн. для чт. 8З. Тепĕр хут хай Йăкăнат хуçанне пилĕк пус мар, тенкĕ çаклатнă. Анчах тенкĕ те нумаях пыман. Якейк. Çаклатмасăр он ончоль окçа штан топас-ка, конешнă çаклатнă. Ib. Ку, ача, плотнă çаклатнă полмалла, пĕр хĕлте арман тăратса лартрĕ.

çамка

(с'амга), лоб. N. † Хĕреслĕ тенкĕ — кив тенкĕ, çакăр тухья çамкине; хĕр курассăр килсессĕн, тухăр аслă урама. N. † Çырмасăр шур хут хуралмас, çамкасене çырни çухалмас. Ст. Ганьк. † Атте-аннере ӳпке мар, турă çырни çамкара. Я не сержусь на родителей, ибо так суждено. Рекеев 5. Çамкана çырнинчен иртме çук. („Суженого конем не объедешь“. Послов.). ЧП. Çамкана çырни çухалмĕ. || „Фронтон“. Синерь. Çав пӳрт çамкинче пĕр кайăк ларать, тет. || Склон (горы). Альш. Лере, сăрт çамки çинче, Пушчă ларни курăнат. Утăм. Çара çамка ту айĕнче савса ларать Хăмăшлăх ялĕ. || Мыс? Алекс. Нев. „çăхан чулĕ“ тиекен çамкара.

çамрак

(с'амры̆к), молодой. Альш. Акă пĕр çамрăк ача тапаланса йĕрсе вырта парат, тет. Ib. Пирĕн кӳршĕ çамрăк арăмне лартса хăнана кайрĕ. N. Ватти — ватă, çамрăкки — çамрăк, вĕсем те пĕр пек тумаççĕ, шухăшлама та пĕр пек шухăшламаççĕ. Регули 6. Вăл çамрăк халь аланма. ЧП. Çамрăк чун. || Юноша. Юрк. Альш. Çамрăксем, парни. Сред. Юм. Çамрăк, молодежь. || Молодость. МПП. † Йыттăн ĕмĕр иртет касмăкра, пирĕн ĕмĕр иртет çамрăкра. N. Эсĕ мĕн çамрăкранах тăрăшса вĕрен. N. Çамрăк чох, в молодости.

çанталăк

погода. См. çавăнтавлăк. Çамр. Хр. Çуркунне йĕпе çанталăксем пулаççĕ. ТХКА З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Çанталăк уçă та типĕ тăрать. Погода бывает холодной и сухой. N. Ирхине хĕвел тохать — çанталăк ăшăтать, каçхине хĕвел анать — çанталăк сивĕтет. ГТТ. Çанталăк тӳрленнĕ, тӳлек çанталăк. N. Çанталăк йосо халĕ. N. Кунта çăмăр çăвать, çанталăк ирсĕр тăрать (грязь). N. Кунти çанталăксене çырап. N. Çанталăк сивĕ пулчĕ, мана сивĕ ленкрĕ (простудился). Анат-Кушар. Ай-ай, çанталăк темĕскер ăшăтмарĕ-çке. Что-то все стоят холода! Вопр. Смоленск. Хĕвел пĕлĕте ларсан, çанталăк йĕпене каять. Ib. Вĕтĕ çăмăр çусан, çанталăк авана каять. Н. Шинкусы. Çав вăхăтра çанталăк ăшăтнă пек пулнăччĕ. ЧП. Кăçал çанталăксем уяр пулчĕç. Баран. 101. Çанталăк ăшшалла кайсан. N. Калчана кайнă вăрлăха типĕ çĕре аксан та, вăл тикĕс, час шăтса тухĕ тесе, шанма çук, çанталăк уяра кайсан, калчана кайнă вăрлăха акни килĕшмест. В. Олг. Çанталăк сивĕтсерчĕ (= сивĕтсе ячĕ). Пшкрт. Çанталăк ояртат (оярат). М. Сунч. Çанталăк уяр тăрсан, чăвашсем çăмăр учукĕ тунă. Юрк. Вĕт çумăр çусан, çанталăк авана каят. Скотолеч. 19. Сивĕ çанталăкра, ăшă çанталăкра. В холодную, в теплую погоду. СВТ. Лайăх ăшă çанталăкра тула илсе тухса çӳреме юрать (ребенка). К.-Кушки. Çанталăк ĕеленсе кайрĕ, кайса килес, теттĕм. Разыгрался буран (зимою), а то я хотел было съездить. Регули 407. Паян (лайăх, сивĕ) çанталăк. Капк. Тулта çанталăк арçури пекех ахăрать (о вьюге). Орау. Çанталăк ахăрчĕ, настала бурная погода. Шибач. Çанталăк йосаннн. N. Çанталăк пăсăлса çитрĕ. О сохр. здор. Хĕлле пит сивĕ çанталăксенче. Шурăм-п. Çанталăк сухăмланат, становится прохладнее. Ib. Çанталăк ăшăтса кайнă пек пулчĕ. Орау. Çанталăкки çавăрнсах карĕ. Испортилась погода. Якейк. Çанталăк сивĕтсе праххăр ялтах. Стало совсем холодно. Ib. Çанталăк сохăмлатрĕ. Стало прохладно. Ib. Çанталăк мĕлле паян. Какая погода? Тораево. Ухмахăн амăшĕ ухмаха ырçа айне хупăрĕ, тет, çине сĕлĕ тăкăрĕ, тет, унта чăхсам ярчĕ, тет. Чăхсам тĕпĕртеттерсе çияççĕ, тет. Ухмах ырçа айĕнче: çанталăк тĕпĕртетет, тесе шухăшлат, тет. || Климат. Орау. Кунта çанталăк пит типĕ (здесь климат сухой), пĕр нӳрĕк те çук. || Страна. Пшкрт. Онта çанталăк пет йосо. Ib. Чоллă çанталăк, чоллă вырăн. Ib. Йот çанталăкра (на чужбине) çамрăк ăсна ан çухат. Ib. Çанталăкра корса çӳренĕ. N. Кунти çĕр тискер çанталăк. N. Çанталăк вĕçĕ-хĕрринчи халăхсене пурне те салам яратпăр. || Солнце. Шурăм-п. Çаксене пурне те хатĕрличчен çанталăк кăнтăрларан та иртсе каять. || Вселенная, небесное пространство, видимый мир, земной шар. N. Пулине хурана ятăм та, хуран мана çу пачĕ. Çуне çурта çутрăм та (засветил), çанталăк та çутăлчĕ (рассвело). Ал. цв. 6. Малалла кайнă çемĕн çанталăк кун çути пек çутăран çутă пулса пырать. Н. Сунар. Çанталăк, каç пулса, тĕттĕмленех-тĕттĕмленех пынă. Хорачка. (В поминки) çорта çутнă чоня калаччĕ: тĕттĕм çанталăкă çутă полтăр, рая ток! теччĕ. Ib. Çанталăк тытакан торă. Синьял. Икĕ пăт тулă пур, çанталăкпе акса çавăрнăп. (Куç пăхни). С.-Устье. Икĕ пĕрчĕк тулăм пур, çанталăк тавра сапса çавăрăнăп. (Куç). Н. Сунар. Икĕ пăт тулăм пур, çанталăка йĕри-тавра сапса çавăрнăп. (Икĕ куç). Собр. Çăл патне çитсен, хайхи ачасем: илме тухăр! тесе кăшкăрса каланă. Вара хайхи шыври ăстарик тухса илсе, аялти çанталăка илсе кайнă (увел в подземный мнр). Алик. Кайсан-кайсан, çĕлен çури çынна калать, тет: куçна хуп, çăварна кар! çапла каласан, çынпа çĕлен çури аялти çанталăка анса кайнă (в подземный мир). Ib. Çавна каласан, çынпа çĕлен çури çӳлти çанталăка хупарнă (на землю). Синерь. Иван аялта çӳрет, тет: пит аван, тет, çанталăк (под землю). Череп. Çанталăк = çут тĕнче, тĕнче. Янш.-Норв. Çак çутă çанталăк, этот свет, белый свет. Юрк. Çут çанталăк = тĕнче. Сорм-Вар. Корăкран лутра, çанталăкпа тăпă-тан. (Çул). С.-Устье. Курăкран лутра, çанталăка витĕр кайĕ? (Çул). ЧС. Ача çуралсан, унăн ятне эрне иртечченех хурсассăн, вăл ача ку çанталăкра нумаях пурăнаймаç. N. Çанталăка шăнăçами (= шăнăçайми) пусăк салам. Торп-к. Çанталăкра виççĕ çук. (Пĕлĕт çине хăпарма пусма çук, шывăн турат çук, кайăкăн чĕчĕ çук). Янтик. Пирĕн патăрти çын, Ишеке турра пуçапма кайнă чухне, Ишек панчи ялта чӳречерен шыв ĕçме ыйтнă, тет: çыннисем ак çапла каланă, тет, кăна: пуш мар хал), çанталăк сармалла, тĕнче пĕрмелле, лаç лартса чан çапса хĕр хухлетмелле, тесе каланă, тет. (Çанталăк сармалла = пиремеç тумалла; тĕнче пĕрмелле = кукăль тумалла; лаç лартса чан çакса = кӳме лартса хăнкрав çакса). Собр. Çăвăнчен çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. Альш. † Ама хĕрĕ пуличчен, ăмăрт-кайăк пулас мĕн, тăват кĕтеслĕ çанталăка (светлое пространство под землею) сарăлса вĕçсе çӳрес мĕн. N. Çанталăк çĕмĕрлсе анать пулĕ, терĕмĕр. Собр. Çанталăкри уйăхĕ пĕтĕм çĕре çĕр туса тăрат; уйăх çутă пулмарĕ, хĕвел çутă пулайрĕ. Ib. Çанталăкри хĕвел пĕтĕм çĕре кун туса çутатса тарат: çĕр çинчи халăх ăшăнат, çĕр çинчи тырпул пиçет те, тулат. N. Çурçĕр енчен уяр çанталăк килет. Ст. Чек. Çанталăк пĕрĕнсе çитет (собирается дождь). Н. Байгул. Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ.

çап-çамрăк

очень молодой. Дик. леб. 51. Ун умĕнчи вун-пĕр акăшран ытарма çук илемлĕ, çап-çамрăк вунпĕр çын (одиннадцать молодцов), патша ывăлĕсем, пулса тăраççĕ. N. Тĕсне пăхсан вăл çап-çамрăк. По внешности он совсем молодым кажется.

çап-çара

совершенно голый. N. Унăн пуçĕ çап-çара, вăл çӳçне хыртарса янă. N. Мана пĕр пилĕк тенкĕ пар-ха, ытла çап-çарах, ан пăрах. || Исключительно. Конст. чăв. Эпĕ вăсен умĕнче çап-çара чăвашла калаçрăм. N. Ют ялсене (о чужой деревне) ыйтсассăн, хăш пĕлейменнисене çап-çара суеçтертĕм. || Совсем. СПВВ. Х. Çап-çара ывăннă. N. Çап-çара начарланса карăм. Я совсем исхудал. || Все, целиком. N. Эпĕ тара пама çырса ятăм анисене, вăл хăй юмах(х)ипе: çап-çара акап, тет. N. Çап-çарах ан яр, тăварлă полĕ. Все не клади, пересолишь.

çап

(с’ап), бить, хлестать, ударить. Орау. Ăна пуçĕнчен çапрĕ-ячĕ (неожиданно). N. Эпĕ пушипе çĕре çапрăм, çĕр мана сĕлĕ пачĕ. N. Ачасана ытла çапса ухмаха ан кăлар. ТХКА 84. Чăнах та, эпĕ ытти кĕтӳçсем пек мар, выльăха нихçан та çапса амантман. Шемшер. † Ах атте те, ах анне, эпĕ тохса кайсассăн, ик аллуна шарт çапăн! (Хĕр йĕрри). КС. Кĕпене тукмакпа или валекпе çапаççĕ. N. Юпине лартсан, ун пуçĕ тӳпине пĕр укçа пуртăпа çапса кӳртсе лартаççĕ. Полтава 18. Ашшĕ-амăш ачана хĕрхенмесĕр хĕнесе çапла çапса ăс парать. Янтик. Эсĕ мĕншĕн çапрăн мана? Ib. Атте хытă çапрĕ мана пуçран! Ib. Çурăмĕнчен çапрăм. N. Хăмсараччен çапса ил. (Послов.?). Сред. Юм. Çапу-тăву полмарĕ-и? Не было ли побоев? Якейк. Эп вăрманпа пынă чух йăвăç торачĕсем пите-куçа çапса пĕтерчĕç. Ст. Чек. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. М. Тув. † Çĕр тенкĕлĕх лашине çапса чупми турăмар. Чотай. † Çакăрвон тенкĕлĕх лашине çапса отми турăмăр (т. е. сделали такою, что она не едет даже, если ее бить кнутом). Пазух. Хире тухрăм çӳреме, хура çĕленсене çапса илтĕм. N. Çав Хурамал ачисем тульккĕ килччĕр ку касса, пуçне çапса çурăпăр. Якейк. Эпĕр паян пилĕкĕн пир çапрăмăр. Ib. Каç полттипа ялта пир çапнă сасă анчах илтĕнет. Кан. Çавăнтах пичĕпе сивĕ юр çине килсе çапат (ударяет). || Бить, пороть. Кн. для чт. 61. Акçонăва çапма сутит тунă. Вара йывăр ĕçе, „каторжный работана“, ямалла тунă. Регули 248. Ĕçлеменшĕн çапрăм. Ib. 165. Вăрă тунăшăн çапрĕç. N. Мулкачă та пире таптать, çил те пире çапать. Чем люди живы. Тапранса тухат çил, Çимун кĕпи виттĕрех çапать. Баран. 70. Ун чух парăссăр та карапа çил хытă çапать, унталла-кунталла ывăтса ярать. Ib. 94. Халех çил-тăвăл тухас пек, сиввĕн-сиввĕн çапать. Чув. пр. о пог. 126. Çил çĕре пит хыттăн çапса вĕрсен, çăмăр пулать. Если ветер очень сильно ударяет о земь, будет дождь. Ib. 83. Çил çук чухне тĕтĕм çĕре çапсассăн, çулла — çăмăр, хĕлле юр пулать. Дым без ветра бьет к земле: летом — к дождю, зимою — к снегу. Орау. Çапса çăвакан çăмăр (дождь с ветром) тухĕ те, пĕтĕмпе сирпĕтсе, йĕпетсе пĕтерĕ. КС. Çапса çăвакан çумăр (бьющий с ветром) тырра ӳкерет. Бигильд. † Çĕн пӳрт çине хăма витнĕ çăмăр çапса çăвасран. N. † Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм (вар. ампар тăрне хăма витнĕ) çапса çăмăр çăвасран. || Бить (о граде). N. Новосельский уясра пăр çапса кайнă (побило градом). || Пронизывать. N. Çурçĕр енчен сивĕ çапать (проходит, заставляет чувствовать). КС. Çурăма сивĕ çапрĕ, спина прозябла. || Выжимать (масло). N. Йывăç-çу çап. Трхбл. Кантăр çăвĕ çаптарса килтĕм. Ib. Çу çапакан арман, маслобойка. || Ударить (о молнии). Изамб. Т. Ун чухне Сарьел меçĕтне çапнă (молния), тет. Янгильд. Вăрман пĕтнĕ çемĕн арçури пĕте пуçланă, е аçа çапса пăрахнă, теççĕ. || Забивать, вбивать. N. Юпа çумне çап, прибить к столбу (доску). Тимяшево. Халăх çапса хĕснĕ пек пухăнчĕ. N. Çынсем çулăн икĕ аяккипе, çапса хĕснĕ пек, ĕречĕ-ĕречĕпе танă. N. Çапса çыпăçтар (хăмана). || Прилепить, приклеить. Ст. Шаймурз. Ку ача кĕпер хĕррине çыру çырса çапнă. || Покрывать (чем), прибивать. N. Малтан тупăк ăшне те, тупăк виттине те пир çапаççĕ. Якейк. † Пирĕн хăта пит лайăх, толне тоттăр çапнă пак, ăшне порçăн тортнă пак. || Взмахнуть (крыльями). N. Çунаттипе пĕрре çапрĕ те (взмахнула), вĕçсе карĕ. Ала 66. Çунатне çапать шыв çине (гуси). Лашм. † Çарăмсам çинче ула хур, çунатсене çапать шыв çине. || Молотить. N. Хĕрарăмсем вăл вăхăтра ахаль лармаççĕ, вăсам кантăр татаççĕ те, кантăр çапса шăва хутаççĕ. Якейк. Кантăр çапрăмăр; эпĕр ыран йĕтĕн çапас тетпĕр. Пшкрт: ан с'аβас, молотить. Ib. ан с'апры̆м, молотил. N. Ларакан капансене çапни çук-и? çапман пусан, сĕллине çапчăр, ырашĕ лартăр. Альш. † Ырă тетеçĕм, тете, çапăр илĕр ырашне, сутăр ярăр улăмне. Магн. М. 102. Çерçи кантăр çапмантан, чтобы воробьи не вредили конопле. Н. Карм. Икĕ пĕрчĕ пăрçана пĕтĕм хире çапса салатрăм. (Куç). || Положить с силой, бросить с силой. Альш. Пĕри çĕклет те, çапать ăна урапа çине. || Отразиться, падать (о ярком свете). Ядр. Шăрçа çутти çапнă. В. Олг. Инчетре вот пор, пĕлĕт çомне çутă çапрĕ. || Отпечататься, придавать цвет. В. Олг. Алă çомне корăк симĕсĕ çапрĕ. || Отойти и принять прежний вид. Пир. Ял. Юрпа е сивĕ шывпа лутăрканă хыççăн, ӳчĕ шăннине ирĕлтерсе чипер ӳт сăнĕ çапсан, çынна пăртак ăшăрах пӳлĕме илсе кĕртмелле. || Ударить (напр., о краске в лицо). ЧП. Кивĕ уйăхра тунă сăрисем, икĕ пите çапрĕ хĕрлисем. N. Хĕрӳ çапнипеле вут ăшĕнчен.., çĕлен тухрĕ. N. Çунакан япалан хăвачĕ çемĕн вут хĕрĕвĕ çапать. КС. Çурăма ăшă çаппăрĕ. Ударило тепло в спину. || О запахе. Йӳç. такăнт. 61. Çăвне лакăм шăрши çапнă (отзывается запахом посуды). В. Олг. Сĕт йӳçĕ, шăшлă вути йӳççи çапса. N. Остергундомский теекенни; ку сурт йӳçĕ кăшман хурми, питĕ вăрăм, шултра пулать; анчах, сăвакан ĕнене нумай çитерсен, сĕте йӳçĕ çапать; ăнса пулнă çул теçеттинара ку сурт пилĕк пин пăта яхăн пулать. ТХКА 38. Шурă ерĕм-армути йӳççи çапать вара кĕвĕçпе ман чĕрене. Баран. 41. Кăмпа шăрши... сăмсана ыррăн çапса тăрать. СТИК. Ахтар, санран сивĕ çапат (от тебя несет холодом), леррех кайса ларас пуль. Ib. Ай-ай, санран эрек пичĕкинчен çапнă пек çапат (от тебя несет водкой). Шибач. Вăл эреке пек çапат çăвара (йӳçĕ корăк). || Делать колеса. М. Шигаево. Пирĕн ялта çынсем хĕлле çона туваççĕ, çулла орапа çапаççĕ, пĕчик ачасем те хĕлле печик çона тăваççĕ, çула печик орапа çапаççĕ. Календ. 1904. Кусатăран-урапасем çапма вĕренес пулать. Кĕтĕк-вар. Орапă çап, урапа çап, делать колеса; но: орапа ту, делать колеса. || Ткать (куль, рогожу). N. Чăпта çап, ткать рогожу, куль. || Пройти сквозь, пробиться. Орау. Кĕрĕке нӳрĕк виттĕр çапнă. Изамб. Т. Витĕр çапмаллах ан сĕр (сапоги, салом). Толст. Кĕркунне кăткăсен туллине нӳр çапнă. N. Урана шыв çапрĕ (промочил ноги). Сред. Юм. Тар кĕпе виттĕр çапнă. Пот пробил сквозь рубашку. Пазух. Атăлах та урлă, ай, аллă хур, çуначĕсем витĕр те халь юн çапнă. Ай-хай, пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. ЧП. Çуначĕсем витĕр юн çапрĕ. || Чеканить. Кĕвĕсем. Ятăр кайнă, чапăр кайнă ылттăн-кĕмĕл çапакан хулана. КС. Укçа çапса пурăнчĕ. Работал фальшивые деньги. || Написать (в разете), печатать. Богдашк. Каçет çине çапмалли хыпар. || Формовать (кирпич). Микушк. † Сирĕн питĕр-куçăр пит илемлĕ, суккăр тутар çапнă кирпĕчĕ пек. || Стрелять. Сред. Юм. Пăшалпа çапса вĕлернĕ (застрелил). Кан. Пăшалсем çапма вĕрене пуçларĕç. N. Револьвĕрĕ çӳлелле çапса каят (выстреливает). || Погубить, поразить. ЧП. Тăшман ялне турă çаптăр. || Звонить (в колокол). Трхбл. Пĕррепе çап, звонить в один (колокол); пуринпе те çап, звонить во все (колокола). || Колоть, резать. N. Пĕр сысна илтĕм те, ăна çитертĕм: ыран çапас, тетĕп. Урмар. Унăн çапмалли сысна та-ха пиллĕк-улттă та пур. || Парить (в бане). N. Пит хытă кăна тарлаттарсан, милкĕсемпе çапсан, пăлтăра (в передбанник) илсе тохса тумлантара пуçлаççĕ. N. Милкĕпе çапса, çуса карчăка мунчаран кăларат. N. Куккăшĕ ăна милкĕпе çапрĕ (выпарил в бане). || Разбивать. Полтава 2. Б. Хмельницкий темиçе тапхăр поляксене çапа-çапа çĕмĕрнĕ (разбивал). || Украсть. || Зашибать, огребать, наживать. СТИК. Ай-яй укçана çапат иккен вăл! Здорово он деньгу зашибает. КС. Паян укçана çапрĕ вăл (нажил, выручил). Кан. Вăл тырăпа сутă туса укçа çапрĕ. Кан. Хамăр айăп ĕçленине кура, кутăн выртсах услама çапаççĕ. || Склоняться. Кан. Распуя çапма тытăнтăм. || Рассказывать (сказки). Собр. Халап çапса хапха тăррине улăхаймăн, йăмах ярса юман тăррине улăхаймăн, теççĕ. (Послов.). Шурăм-п. Тир Йăванĕ юмах çапа пуçларĕ. Çутт. 69. Хĕрарăмсем çăл кутĕнче халапа çапаççĕ. Ир. Сывл. 8. Сăмахĕсене, кăмăллисене, кирлĕ хушăра çапса пыратьчĕç. Хастарлăх ЗЗ. Юсас тесе тăрăшса, сăмах çапса пыратпăр. || Употребл. в качестве вспомог. гл. N. Ăна кăларса çапас пулат. Его надо вышвырнуть с должности? Альш. Пĕр-иккĕ çавăрса çапрĕ те, ăнран кайрăм. N. Анчах хресченсем, çумăр пырса çапнине, утта пур чухнех симĕсле пуçтараймаççĕ.

çапăç

(-бы̆с’), драться. Орау. Ачапча, вылясан-вылясан, çапăçса каять вăл (доходит до драки). Альш. Анчах старик уринчи чĕнне памас: çапăçсан та памас. N. Пурте пĕр-пĕринпе çапăçса пĕтнĕ. Все передрались. АПП. Икĕ тур ут çапăçат, тупăлха туртисем авăнат. || В перен. см. Шел. 8. Вăл халь Баку хулинче кунĕн-çĕрĕн хут çинче çырупала çапăçса…

çапăçтар

понуд. ф. от гл. çапăç. Изамб. Т. Çапăçтарсан та, çитменни çапăçтарат. Хурамал. Вăл çăмартасене, кĕлтуса чарансан, çынсерен валеçеççĕ те, пĕр-пĕринпе çăмартисене çапăçтараççĕ. (Мункун).

çапкалан

удариться, биться. КС. Кайăк: çапкаланать, лăпăртатать, латăртатать (бьется). ГТТ. Лаша хӳрипе çапкаланса илчĕ. Лошадь хлеснула (себя) хвостом. Шел. II. 59. Вăл та аллисемпе çапкалана-çапкалана юрлать. Янтик. Сымар çын кăрават çинче çапкаланса ниçта кайса кĕреймес. Тяптяево. Çапкаланса выртать, тет (пьяный). N. Пыма çăмăлланчĕ. Йĕлтĕрсем яка çулпа выляса, çапкаланса анчах пыраççĕ. Ст. Чек. Ухмаха ернĕ çын çапкаланат, çынна çулăхат, кирлĕ-кирлĕ мар сăмах калаçат. Баран. 89. Çил-тăвăл улать; çуна еррипе шуса, сулкаланса, çапкаланса пырать. || Колотиться. Ст. Чек. Тапакпа çапкаланса пурăнат-çав. Промышляет табаком кое-как. || Околачиваться. Икково. Ĕçсĕр çапкаланса çӳрет. Шатается без дела. N. Çирĕм сакăр кунтан ытлашшийĕ унта-кунта çапкаланса çӳресе иртрĕ. Сред. Юм. Çапкаланса çӳрет тесе ĕçсĕр ним тума аптăраса çӳрекене калаççĕ. ЧС. Ăста кирлĕ унта пушартан хăраса кăларса янă выльăхсем çапкаланса çӳреççĕ. Орау. Пĕр ухмахĕ ăрамра çапкаланса, унта та кунта пырса перĕнет. На улице металась какая-то одурелая личность. N. Пĕр пӳртрен тепĕр пӳрте куçса çынсем патĕнче ĕçлесе çапкаланса çӳретĕп. Беседы. Ял тăрăх çапкаланса, йăваланса çӳретпĕр. || Запутаться (о хлебе в поле). Тюрл. Тырă пит çапкаланнă (= пăтранса пĕтнĕ, вăррисем юхса пĕтнĕ).

çапкалаш

драться. Тюрл. || Играть, возиться. КС. Çапкалашса илчĕç паян арăмĕпе упăшки. Сунт. Тĕпелте, сарлака сак патĕнче, пĕр пасар пиншакĕ тăхăннă ачă Лисукпа çапкалашса тăнă.

çаптар

понуд. ф, от гл. çап. || Заставить стучать. Сред. Юм. Пôкан çаптарать. (Удары при гадании стулом). || Заставить отбивать (косу). N. Хăшĕсем пĕлтĕр çулнă çавасене тимĕрçе илсе кайса çаптараççĕ. || Наметывать (копну). Собр. † Утмăл купа утăра йĕкĕр капан çаптартăмăр. || Бить, сечь (розгами, кнутои), пороть. N. Пĕр ачине карта урлă каçнă чух хуçи уринчен ярса тытнă та, туртса антарса çапма тапратрĕ. Çаптарсан-çаптарсан, ачана киле янă. Симб. Атте вара мана çаптарма чарăнчĕ. Б. Яныши. Апи мана çаптарни. N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ (бьют). Ск. и пред. чув. 34. Тепĕре ури тупанне пĕççи айĕн çаптарса шатлаттарса илет те. N. Атте мана тата хытăрах çаптарчĕ (еще сильнее). Чăв. й. пур. 24°. Клавасем пырса пит хытă çаптарнă. Янтик. Çавăн матки паян ачине хытă çаптарчĕ. Скотолеч. З. Пушăпа çаптар (но тут же çап). ЧС. Вĕрентен тытса тăракан çыннисем луçа çавăта пуçларĕç, пĕри хыçалтан хулăпа çаптара пуçларĕ. БАБ. Амăшсем пит хытă тытса çаптараççĕ. || Бить масло (на маслобойке). Эпир çур. çĕршыв 28. Тата уйрăм кĕрпе çурмали арман пур, çу çаптармалли машшин пур. Пир. Ял. Пурте Çăл-пуçне çу çаптарма килеççĕ. || Парить (в бане). Орау. (Мулчара) Хветĕре çаптарсан, çан-çурăм канлĕ пулаканччĕ. || Набивать, запрашивать цену. N. Теçеттинине мĕн хакпа илетĕр? — тетĕп. Вунтăватшар тенке çаптарать. Ăçта кайса кĕрес тетĕн, илес пулать, тет. || Околачиваться. Янтик. Айта, çаптарса çӳрер-ха урам тăрăх. Ib. Наччас çаптарса килтĕм Иван патне. Ib. Ну паян кунĕпе çаптарса çӳрерĕмĕр хулара (погуляли весело, геройски, без всяких стеснений). || Придать ткани окраскою пестрый цвет. КС. || Сняться (в фотографии). К.-Кушки. Патрет (-рэт) çаптарса яр (карттăчкă çаптарса яр). Снимись и пришли портреть (карточку). N. Хам кĕлеткене çаптарса яратăп. || Обивать (чем). М.Тув. † Пирĕн Тумкă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. || Валять. Альш. Шап-шурă çăмран кăçатă эп çаптартăм. Ib. † Хура çĕленĕн тирне сӳсе илсе йĕпкĕн хура шĕлепке çаптартăм. С. Дув. † Хура çĕлен тирĕнчен хура шĕлепке çаптартăм. || Говорить смело, сказывать. Ст. Чек. Тутарпа вăл тутарла çаптарат, ирçепе ирçелле. Кан. Унтри çак сăмахсене çаптарнă пирки, ялсовет членне кĕме тивĕçлĕ çын мар. Ск. и пред. чув. 81. Хушăлкасен мăн-кĕрӳ, хăй такмакне вăл калать, хăй аллинчи сăрана тăка-тăка çаптарать. Слакбаш. Сăмах ункайĕпе çаптарат (или: çаптарса хурат). Задевает в речи попутно, проезжается (на чей-либо счет). Шурăм-п. Юмах та аван çаптарать (сказки сказывает). || Неосновательно возражать. N. Хăшин çинчен тӳрех: ним ĕмĕтленмелли те çукскер, тесе, çаптарса хунă. N. Сан пеккисемпе эпĕ калаçмастăп та! Тесе çаптарса хучĕ юлашкинчен. || Держать чью-либо сторону, стоять на стороне кого-либо. Тайба-Т. Хăй майлă çаптарат. Делает так, как ему выгодно. Кан. Пуянсем майлă çаптарма тытăннă. || Пропечатать, продернуть. Кан. Сан çинчен (о тебе) хаçат çине çаптарап. N. Тата каçет çине çаптарĕç. || Телеграфировать. N. Юпа тăрăнчипе çаптарса ярăр: ашшĕ сывмар, тесе. Трхбл. Телеграм çаптарас, подать телеграмму.

çапă

(с'абы̆), хворост, мелкие сучья, хворостина. М. Етмен. Çапă — только что срубленный тальник или ивняк; хворост с сучками, даже сухой; может быть и не сухим, напр., для изгороди. Çапă никогда не бывает облупленным и может быть с листьями. Тет. Çапă турттарса таврăнат. Якейк. Вăрмантан чĕр йăвăç тораттисене тяса (= тиесе) кисен: çапă тортарса килчĕ, теççĕ. Шел. 82. Хăшĕ вĕренпе, хăшĕ çапăпа капан тумашкăн утă турттарат. N. Хыçалтан ăмăшĕ çапăпа хăваласа пырать. Н. Якушк. † Вăрман витĕр тухнă чух урана çапă çакланчĕ. ЧП. Хурăн çаппи, мелкие сучья от березы (отдельные). Изамб. Т. Пĕр çыхă хурăн çаппи. Ib. Пӳркенчĕк илме виç юплă çапă вĕçлетсе хураççĕ. В. Олг. Хушă çаппине касса пăрахат, а хушне йопа çомне çыхат. || В перен. смысле — скелет. N. Ĕни — çаппи кăна, çаралкаласа пĕтнĕ. См. çап.

çапăр

назв. какой-то посуды для собирания ягод. СПВВ. ТМ. Çапăр — сапаксем. Пит нумай сапак çырла мĕн пуçтарсан: ĕнтĕ эпĕ пĕр çапăр пуçтартăм, теççĕ. Çапăр йĕри-тавра пĕр шит пулат.

çапла

(с'апла), так, этак, таким образом. ТХКА. Ав çилен ĕнтĕ. Эпĕ сана вылямалла кăна çапла каларăм. Пазух. Килтен сăра ĕçме эпĕ тухрăм, çапла ӳсĕрлессе эп пĕлмерĕм. Юрк. Мускава, çапла та капла (так и этак), пит аван хула, тесе калаçнине илтсен, çармăссем тăваттăн-пиллĕкĕн пĕр канашлă пулса, юри çав хулана епле иккенне курма кайнă. Ib. Çапла-тăр та çав: эй, пире чăваша юрат-çке, татах нимĕн сăмах калама аптăраса. Ib. Çаплине çапла-тăр çав... Так-то оно, наверное, так, но... Изамб. Т. Çаплине çапла та. Так-то так. Сред. Юм. Çапла (или: апла манеш), так значит. Регули 464. Эп çапла (тăвас) тăрам. Ib. 540. Çапла мар-и, илмен вăл. Ib. 652. Çапла ман пек ту. N. Çапла пулмасăр вара. Якейк. Çапла мар-и, ачасам? N. Çапла вĕсем нумайччен улталанса пурăннă. Букв. 1886. Тавăрăнмассерен: Чĕмпĕр çапла лайăх, Чĕмпĕр капла лайăх, тесе калаçатьчĕç. Альш. Кулаççĕ-мĕн тăваççĕ, çапла иртĕнеççĕ. Беседы на м. г. Çапла мар-и вара? Не правда-ли? || Такой. Юрк. Çапла тĕслĕ çӳçлĕ, сухаллă çынсем (такого цвета). Кан. Ванюш (ача çапла ятлă) пирĕн кулкаласа çеç пырать. Изамб. Т. Шăллĕ те, йăмăкĕ те унăн çапла пулнă (были такие же). N. Хăшĕ нимĕн калама аптараса: амăшĕ çапларах, амăшĕ ямасть, тет. || Например. Баран. 118. Вăрман пире пысăк усă кӳрет. Çапла, вăл шыва упраса, типĕтмесĕр тăрать.

çаплах

так же, таким же образом. Изамб. Т. Çаплах, çаплах, вĕтĕ те, шултăра та тăваççĕ. ЧС. Пирĕн атте эпĕ астăвасса çаплах чирлесе пурнатьчĕ. Чирлесен-чирлесен, тата хытăрах чирле пуçларĕ. Сюгал-Яуши. Çаплах тата хамăра çынсем тĕл пулаççĕ те, эпĕ калап: шкула каятпăр-ха, теп. N. Çав тĕлĕнмеле ĕçе çак çула çитиччен курманччĕ, кăçал халерă пулнăран çаплах асапланчĕç (= аппаланчĕç, с обрядами) пирĕн, пиртен инчех мар ялта. КС. Хăй начарланса карĕ (обеднел), эрекине çаплах ĕçет (беспрестанно пьет; если: çапах ĕçет — все-таки пьет. КО). Синерь. Шăши çур çул пурăннă, тет, сала-кайăк та çаплах килмеçт, тет. Шăшийĕ пит начарланса çитрĕ, тет те, пĕр пĕрчĕк сĕллине çирĕ, тет. N. Киле кайсан, перĕн пата çаплах кай, апипе попляса ларма. N. „Купеческий“ тиекен пароходсем анчах çӳреме май пур таран çаплах çӳресшĕн. || Такой же. N. Епле анчăк? тетĕп.— Çаплах, тет. О сохр. здор. Анчах ку ĕç чăнах çаплах-ши? — Чăнах та çавнашкал. || Всё, беспрестанно. Торп-к. Кашкăра тем чухлĕ тутлă çитарсан та, вăл çаплах вăрманалла, теççĕ. (Послов.). Альш. Куçсах тăмаллах мар та, курăксем аванах ӳсеççĕ те, çаплах та (все же) чăнкă аякки (у горы). Яргейк. Пуп майри çаплах ятлать, тет, пупа: кунтан мĕн тухать, (что из этого выйдет, вылупится) тесе. Панклеи. Хĕрĕ (падчерица?) ларма каясшăн полнă. Карчăк старика: çак хĕре еçсе хăвар-ха, старик! вăл çаплах каясшăн, тет. || Всегда. В. Олг. Ĕне сунă чохне çаплах пуркаланса турса (вертелась). Кан. Венăра (Австри) çаплах çĕр чĕтрет. В Пшкрт — çаплак.

çаппа-çарамас

голый, нагой. N. Аннерен çаппа-çарамас çуралтăм, çĕре те çаппа-çарамас кĕретĕп. Ст. Чек. Çаппа-çарамас çӳрет, пĕр тумтирсĕр. Ib. Кăçал вĕсем çунса карĕç, çавăнпа çаппа-çарамас тенĕ пек кăна тăрса юлчĕç. ГТТ. Вĕсене питĕ хĕснĕ, çаппа-çарамаса хăварнă, тет. N. Унăн куçĕсем умĕнче пур те çаппа-çарамас.

çаппа-çарапуçăн

без головного убора. N. Вĕсем çапла çаппа-çарапуçăн тăнă чухне пĕр кĕрӳшĕ анчах çĕлĕкне хывмасăр, мăнкĕрнӳкерĕпе юнашар, ташламасăр тăрать.

çара

(с'ара), голый. Г. А. Отрыв. Çара ура кĕллипе çӳреме йăлăхтарчĕ мана. Чураль-к. Уйра çара çатма ларĕ. (Йĕтем). Орау. Таçта тупнă (илнĕ) кăсем ку çара сыснасене. СТИК. Эй, çара çăвар, сан суеççӳ хыççăн кайса шыва кайса та вилĕн. Болтун, верь-ка тебе! Ib. Çара çăвар, сан çăмăлкăна кам пĕлмес. || Исключительно, один только, сплошь, в чистом виде; сплошной, чистый. Сĕт-к. Çара чăваш вĕренет. Учатся одни чуваши. Ск. И пред. чув. 59. Салтак картусĕ çара лапра çеç. Баран. 131. Çара хăй кăна тăм пит сайра пулать. Т. II. Загадки. Пĕчĕк пичче çара йĕп витĕннĕ. (Чĕрĕп). N. Вăл ялта çара чăваш пурăнать. N. † Çара порçăнран пиççи турăм, ĕмĕрлĕхе çыхма мар, наччаслăха çыхма. Собр. † Акка, санăн тухью çара кĕмĕл, мĕн тăрассине пĕлетре. КАЯ. Сăхманĕ çара юнлă сĕлеке (весь в кровавой слюне). N. Унăн ăшчикки çара çу. О сохр. здор. Хура-халăх çавăнпа çара çăкăр çинĕ чух вăрахăн çисе-çисе ларать. N. Поçĕ çара йон (чĕп-чĕрĕ йон, поçĕ йонлă). N. Çара сĕт, одно молоко, без примеси воды. Кратк. расск. Пĕтĕм ӳтне-тирне, çанне-çурăмне çара суран анчах туса пăрахнă. N. Лаши тавра çара ярапа çеç. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа çеç. Толст. Эпĕ халĕ ырхан, манăн çара шăмă анчах. Ой-к. Иван лаши çинчен сикрĕ-анчĕ те, курăка утмăл пăт туртакан хĕçпе касмала шăлчĕ те, çара (= пĕтĕмпе) хуп-хура юн пулса юхса карĕ, тĕт. Якейк. Пичĕ-куçĕ çара тосан. Шурăм-п. Хăй çара юн çех, тет. N. Çурăхсем çара тăм кăна киле тавăрăнатьчĕç. N. Çавăнпа çаран çара лачака кăна. Ст. Чек. Ку вăрманта çара юман кăна (состоит сплошь из одного дуба). Орау. Çара чей (без хлеба) хырăма выçтарать. Ск. и пред. чув. 18. Каçхи хĕвел ылттăн пек, йывăç витĕр курăнать; çара вĕçен-кайăк пек, унăн çутти вăйă вылять. Ярмушка-к. Пăхăртан тунă (çара пăхăрах). (Кумган) сделан из чистой меди. N. Çара кĕркунне варринче (в позднюю осень), йĕпе-сапа витĕр, Гай ятлă ял патнелле пĕр ватă çын çывăхарса пынă. || Поляна, луг на возвышенном месте. Пшкрт: тӧβӓрӓ с'ара. Ib. Мăн анаçи мăн çорлине контак çакса хуаратпăр, мăн çарари мăн çавине контак çакса хуаратпăр.

çара-çерçи

(-з'и), летучая мышь. Тюрл. Ст. Чек. Çара-çерçи пĕçерсе çисен, тĕнчери пур япалана пурне те пĕлет, анчах ăна çиме çылăх. Сред. Юм. Çара-çерçи пик тесе сивĕре начар тумтирпе çӳрекен çынна калаççĕ. Ib. Сиввĕ мар-ши кôна, çара-çерçи пик сиввĕре те тумтирсĕрех çӳрет. Кайсар. Çара-çерçийĕн çунатне типĕтсе таярпа (= тарайпа?) умма çаксан, сивĕ тытмаст. Ib. Çара-çерçи çуначĕпе, куç пăсăлсан, куçа сăтăраççĕ, вара тӳрленет, теççĕ. Нюш-к. Лаша питĕ начарланса кайсан, уна çара-çерçие типĕтсе парсан, чĕрĕлет, теççĕ. Кан. Виççĕшĕ те çара-çерçи пек чухăнскерсем. СПВВ. ИА. Çара-çерçийĕн кăнтăрла куçĕ курмасть. || Голяк, бедняк. Кан. Тепĕр енче — пур „çара-çерçи“, пĕрер ятлă çĕр çинче 10—15 йышлă çемье тăрантарса пурăнаканскерсем, пĕр сăмахпа каласан — „катен-карчăк“ пеккисем. Йӳç. такăнт. 17. Кам качча килĕ пирĕн çара-çерçисене?

çараккай

хвальбишка и безобразник, распутный. Ст. Чек. Ав çӳрет, çараккай, пĕр ĕçсĕр.

çарамас вĕççĕн

без верхней одежды. КС. N. Çарамас вĕççĕн, пĕр витĕнмесĕр, пĕр тахăнмасăр сивĕ çĕрте çĕр каçаççĕ.

çарамаслă

раздетый, без верхней одежды. Ст. Яха-к. Мункунта пирвайхи кунĕнче ир, кăнтăрла çитеччен, ялта нимскер сасă та илтеймĕн, пĕр çынсене, çарамаслă хĕрарăмсене пĕр килтен тепĕр киле сăра ĕçме кайнине анчах курăн.

çаран

(с’аран), луг. N. Çаран — суходол; но части улăх’а — заливных лугов — называются тоже çаран: ку ман çаран, ун çаран: а не — ку ман улăх. Якейк. Çаран, луга, покрытые нескошенною травою или неубранною (сеном). Баран. 161. Хĕлĕн-çăвĕн выльăхĕсем (у калмыков) çаранта çӳреççĕ. Изамб. Т. Çаран валеçме каймалла пулсан, ачасем урам тăрăх: çаран валеçме, тесе, кăçкăрса, çаран валеçме чĕнсе çӳреççĕ. Ib. Унта-кунта юр ирĕлсе çаран курăнсан, унта хупăнса тăнă выльăха ачасем хăваласа тухаççĕ. N. Вĕсем çарана çисе янă-çке (потравили). N. Аслă ывăлĕ ĕнипе качакине çарана çитерме каят, тет. Якейк. Кăçал, ача, пĕр çаран та çок, утă тастан топас. Ib. Кăçал çарансам пор çĕрте те лайăх (везде трава хорошая). Ib. Мана пит лайăх çаран тохрĕ паян. Вăсен çаран плотнах мар. Собр. † Çаранлăхра çырла пиçет-çке, çаран илемĕсе (= илемĕсене) кӳрет-çке. N. Ку выльăха çарана ярса, авă мĕн туса хунă, тет пĕри. Якейк. Кăçал çарансене лайăх пăхса çитĕнтеретпĕр-ха. В нынешнем году, благодаря присмотру, трава у нас на лугах хорошая. N. Çаран çине капан лартсан, йăвăç улми çиме юрать, теççĕ. Янтик. † Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен. Якейк. Кăçал Миконччен çаран чарас полать, уйăра та корăк лайăх. Нынче надо запретить пускать до Николы скот на луга. Альш. Çӳреççĕ вара илемлĕ ешĕл çарансем çинче çаран хĕррисем туса (когда пойдут делить луга). Кан. Çуртри акма çур çаран тара илчĕ.

çарат

(с'арат), оголить; красть, воровать, грабить, обчистить. Сунт. Укçа çаратаймарăмăр пулсан, мĕн-те-пулсан урăх тăвас пулать. ТХКА 71. Пире лаши-мĕнĕпех çаратса каймалла вĕсем. Кан. Вăрмана çаратас ĕçе чармалла. Юрк. Пĕр вăрă ăна çаратса тухма шухăшланă вăрттăн, еррипе кăна унăн чӳречине уçса унăн хăваттерне кĕрет те, тытăнат кунăн хывса пăрахнă тумтиррисенĕн кăсйисенче, укçа-мĕн çук-ши тесе, шырама. Ib. † Эпĕ ялтан та яла çӳрерĕм, вуникĕ те чиркӳ çаратрăм. Баран. Хулисене, ялĕсене турта-турта илнĕ япалисене çаратса пĕтернĕ. N. Хăш çĕрте çынна çаратса, туласа пуйма пикеннĕ. Ст. Чек. Ăна ĕнтĕ чыстă çаратнă (он промотался, пропился). N. Кала: хуçана эсĕ епле вĕлертĕн? мĕн чухлĕ укçа çаратрăн? БАБ. Çимĕç таврашсем çаратма пирĕн яла пыраççĕ, тет. Ала 59°. Вĕсем кĕлет çаратма шухăшланă иккен. N. Кунăн кĕссинчен виççĕр тенкĕ çаратса илнĕ (вытащили у мертвого). N. Пĕтĕм çанталăка талкăшпех çаратса хăвараканскер. || Срывать. Шел. II. 62. Укçисене пĕтĕмпех çаратса пĕтернĕ.

çарăлтаттар

понуд. ф. от çарăлтат. N. Çумăрлă кун (в дождливую погоду) урам тăрăх пĕр çын çарăлтаттарса темĕскер (надтреснутым голосом) кăшкăрса пырать: выртан-тăран вак-тĕвек пуçтарать.

çат

(с'ат), подр. звуку хлопанья, звонкого удара. П. Патт. 16. Ыттисем вара кула-кула ал çупа пуçларĕç: çат! çат! çат! тутараççĕ. КС. Пĕççине çат çапа-тăра юлчĕ (или: шарт çапа, во время удивления). Якейк. Мана ати питрен çат! тутарса ячĕ. Ман ыратнипа кушшуль шăпăр-шăпăр йохса анчĕ. Ib. Хытă хотпа алăран çапсан, çат! тăвать. N. Çат та çат! тутараççĕ. Хлопают ладонью по голой голове. Ачач 59. Астумасăр Саньккан шурă тутăрлă пуç тӳпине йĕпе чăмаккипе çат! лектерчĕç. Тет. Хайхи тенкел (скамья для катанья) пуçĕ çĕкленчĕ те, мана тутаран çат! тутарчĕ. СТИК. Кантăра тылласан-тылласан, тата тылă çумне çат! çат! çапса хухнне тăкаççĕ. ТХКА 43. Тьыха нимпе те чарăнмасть. Шĕшкĕсем хама çат та çат! лекеççĕ. Сред. Юм. Пысăкрах хомсĕм лотка çомне çат, çат! туса пырса çапнаççĕ. Малт. шк. вĕр. физ. 105. Вăл вăхăтрах çат! тени илтĕнет. Собр. Çар çине çат, çат, çат! (Кĕпе çапни). Альш. Лашине çат тутарать (ударяет по лошади). Толст. Хуçа лашине пушăпа çат! тутарчĕ, тет. N. Вăрр, вăрр, вăрр, вăрр! çаврас пулать те, çат! тутарас пулать стена çумне (часы). || Подр. треску при раскалывании доски. Сред. Юм. Хăма çат! туса çорлать. || Подр. лопанью стеклянной посуды. Орау. Вĕри шыв ятăм та, стакканĕ çат! анчах турĕ (треснул). || Подр. звуку при падении. Якейк. Йăвăç тăрăнчен çĕре çат анчах персе анчĕ (о человеке). N. Ыйтсан-ыйтсан (когда отец просил), хĕрĕ çĕрне çат тутарса çĕре пăрахрĕ, тет. || Подр. быстрому появлению электрического света. Малт. шк. вĕр. физ. 107. Ӳтрен çат! туса хĕлхем (каçпа) тухать, вăл вăхăтрах электричĕствă тухнă тĕлтен тем тивнĕ пек ыратни сисĕнет. || Подр. плотному прикладыванию. Нюш-к. Пĕренесене пĕр-пĕрин çумне çат хурса тухнă (плотно). Альш. Кĕпе çан-çурăм çумне çап çыпçăнса тăрать (тарласассăн). О сохр. здор. Çав пирсем пит çӳхе, çип пĕрчисем пит çат выртаççĕ. Толст. Ман çийĕмри кĕпе-йĕм йĕп-йĕпе пулнă, ӳт çумне çат çыпçăнать. || С усилительной частицей ах(ех) — плотно. Орау. Луткана тĕп лартма малтан шӳтерсе сарăлтараççĕ те, тĕпне лартсан, каллех типĕтеççĕ, унтан вара çарти тĕпне çатах хĕссе хурать. N. Çатах çыпçăнса тăраççĕ (плотно). || Упорно. N. Çатах ман çине кăтартса тăрать (напр., свидетель упорно на меня показывает). || Дочиста. Рук. календ. 1908. Сĕте çилĕре çатах пĕтичченех сăвас пулать!

çатлат

издать звук çат. Такой звук получается, напр., если ударить ладонью по голому телу. || Хлопать (о венике при пареньи). КС. Мунчара çатлатнă сасă илтĕнет. || Трещать (о толстом льде). Якейк. Пăр çатлатса çорăлса карĕ (раскололся довольно толстый лед в мороз). Сред. Юм. Хăма сивĕре çатлатса çорлать (звук, когда от холода раскалывается доска). || Щелкать (о пистоне). Якейк. Пистон çатлатса çорăлса карĕ (взорвался, щелкнул). Орау. Ташланă чухне пăрăнса çатлатса ӳкрĕ (шлепнулся). Мижули. Манăн ора каяла шурĕ те, хам малалла ӳпне çатлатса ӳкрĕм. Толст. Ача тинĕсе тупă етри пек çатлатса ӳкнĕ. Ib. Манăн пулă пĕр йывăçа çитсе çатлатрĕ.

çатан

(с'адан) плетень. Альш. Ула кушак, сăр кушак çатан айне йĕр хывнă. СПВВ. НН. Çатан урлă кайнă тесе вилнĕ çынна калаççĕ. Пĕр-пĕр ватă çынна: унăн çатан урлă каяс вăхăт çитнĕ, теççĕ; вăл — вилес вăхăт çитнĕ тени пулать. М. Тув. † Çатан кашти — улт кашта, авăнассăн туйăнать. N. Çатан шăтăкĕ пĕрене шăтăкĕнчен (çатан çурăкĕ пĕрене çурăкĕнчен) кулат, тет. Б. 13. Чупрăм, чупрăм, çитеймерĕм, хăва çатан урлă каçаймарăм. || Частокол. Пшкрт. Çатан, то же, что у др. чуваш назыв. шалча карта. СПВВ. ВА. Çатан — шăтăрнак, частокол. || Плетенка (для езды). Завражн. Çатан, çӳремелли çатан. || Корзинка. N. Ытла вĕттинчен çатан кунтăсем тăватпăр. Аттик. Тата çăмарта пухма çатан парса ярать. См. чатан, читан.

çатан-урапа

, çатан-орапа, плетенка, тарантас. Бгтр. Пĕр çатан-орапаллăскер килет, тет.

çатăртаттар

понуд. ф. от çатăртат. Шорк. Орама тохсан, çатăрмакпа (трещоткой) çатăртаттарса каяççĕ (во время обряда „вирĕм“). N. Çатăртаттар (мелкая дробь при испускании ветров). || Жарить. Альш. Эсĕ, тет, пĕр пĕрчĕ çилкене те, тата пĕр пĕрчĕ хӳрене çатма çине хур та, тек çатăртаттар. Ау 88°. Эпĕ кирлĕ пулсан, çак хуре пĕрчипе çилхе пĕрчине çатма çине хурса çатăртаттар. || Скрести, царапать. Сред. Юм. Кошак чĕрнипе йывăçа тăрмалана чохне çатăртаттарать. || Щипать, драть, есть. Череп. Хăлхана çатăртаттаран. N. Амалĕ аллине çатăртаттара пуçланă та, вăл кăшкăра пуçланă. Лекарство стало есть ему руку, и он заорал. N. Ку амаль хытă çатăртаттарать. N. Çапла вĕсенĕн суранĕсене уксуспа тăвар сĕрсе çатăртаттарсан та, вĕсем хирĕç пĕр сăмах та каламан. || Драть (уши). Якейк. Холхуна çатăртаттарса ярсан, лайăх çынна охмах теме вĕренĕн! Вот нарву тебе уши, тогда станешь браниться дураком! Яргуньк. Çӳçрен çатăртаттарса ячĕ. Отодрал за волосы (так, что часть их вылезла). || Ухватиться сильно. N. Пĕр-пĕринчен çатăртаттарса тытнă та, сиккеленмеççĕ. Тет. Эпĕ лаша çилхинчен çатăртаттарса тытрăм. N. Çатăртаттарса тытнă та, нимпе те ямасть. || Есть жадно. N. Мĕн чул çатăртаттарнă, ун чул лайăх. Чем больше есть, тем полезнее для здоровья. || Двигаться быстро с шумом, с треском. Çутт. 154. Пушар вăрман тăррипе анчах çатăртаттарса каять. Панклеи. Арçури çавăнтанах, шĕшкĕсене сире-сире, çатăртаттарса иртсе карĕ, тет. N. Эпир вăрманта пĕр тарăн-вара, тата çитменнине чăтлăха, çатăртаттарса кĕрсе кайрăмăр. Тораево. Эсĕ мĕн çатăртаттарнă çемĕн шалала сик, тесе калать, тет. (Тилĕ улăм урине вут тĕртсе янă, кашкăр улăм ăшĕнче сурăхсем килессе кĕтсе выртнă. Тилĕ вара çав кашкăрне вĕрентсе калать). Толст. Çатăртаттарса пырсан, лашисем хăйсен ялне пырса кĕчĕç, тет. Орау. Хулана çатăртаттарса кайса килем-ха (быстро, с треском). || Быстро и ловко говорить („шпарить“). Моркар.

çатра

(с'атра), хворостина. Шурăм-п. Ачасем вăрман куккăрне чалăш (хăлаç) çӳлĕш çатра купаларĕç. Тораево. Шăши пĕр çатра йăтса пурчĕ (принесла хворостину), тет. N. Олмăç çатри, хворост. || Трущобник, кустарник. Н. Уз. Яргуньк. Чăваш матрос çатрара, ӳпре кукăлли хӳмĕнче, çĕмĕрт туйи аллинче. Вырăс матрос канавра, тул кукли хумĕнче, чĕн саламат аллинче. || Назв. поля, которое когда-то было очищено от кустарника. Мыслец. || Назв. дер. Татаркас. р.

çатракалан

(-га-), сделаться сучкастым, ветвистым. Сред. Юм. Çак йывăç пĕр те ӳсеймес, тем çатракаланса ларать. Это дерево плохо растет, только вширь раздалось. || Путаться (о женских волосах, после бани). Шибач.

çеклетер

(-дэр), секретарь. Сала 275°. Сакăр вуна салтак, ик çеклетер, пĕр памушник. (Чĕренче).

çекли

то же, что, çеклĕ, крюк. СПВВ. ЕХ. Çекли — пĕр-пĕр кукăр йывăçран япала çеклетсе явма тăваççĕ. N. † Çак ялăн кĕлетсен çийĕ анассăн туйăнать: и анас çук, анас çук! тăват кĕтессинче тăват çекли.

çемĕ

мотив, мелодия, гармония, строй, лад; порядок, способ, соответствие. Чигир. Шурă пĕремĕк шăл çемми, Собр. Куккăр çăка кут çемми. (Кăнчала йӳççи). КС. Паян нимĕр пĕçерсе патăм-ха, ват çынсене шăл çемми (подходное для зубов) В. Олг. Онтан кĕсле калат (сыграл) çармăç, пĕр çемĕ. Ib. Кĕсле çемми. Якейк. Копăс каланă çеммипа эп ташлама пĕлместĕп. Ib. Ачасам, ман мĕлле çемĕ калас (какой мотив сыграть)? Ир. Сывл. З4. Шăнкăлă-шанкăл хăрăк-марăк çемме майлă шăнкăлтатрĕ. N. Вĕсем ырă ăслă сăмахсем вĕрентсе хăварнă, юрăсем-сăвăсем, кĕвĕсем-çемĕсем каласа хăварнă, мухтав юррисем çырсă хăварнă. Пшкрт. Эп она çеме çартăм (= çавăртăм, уговорил), вăл апла туас çок ĕнтĕ. N. Вăрăç çапах хытă тăрать, чарнмали çемĕ те çук. N. Шăн-шак çемĕрен тохса.

çеммĕн

то же, что çемĕн. N. Акă пĕр хăй çути курăна пуçларĕ, эпĕ ун çеммĕн чупа пуçларăм (т. е. я побежал на свет). N. Ват кашкăр чупа пуçларĕ, эпĕ ун çеммĕн кăшкăра пуçларăм. (Вместо алă çеммĕн говорят еще: алла кура, алă майĕн). N. † Пире атте-анне пит юратать, юратнă çеммĕнех ăсатать вăл (отдают замуж).

çемçе

(с'эмз’э), мягкий. N. Çемçе çĕр, мягкая земля; çемçе шыв, мягкая вода. Собр. † Çинче çырма, çемçе шыв, пурçăн хуттăрне йăтаймаçт. N. Ку кĕнеке çемçе, çи хурас пуль. Рук. календ. Прокоп. Çемçерен çемçе пĕçерсе тăрсан, çемçе çăкăра нумай çиетĕн (съешь), теççĕ. || Нежный. Ёрдово. Юр кайса пĕтсен, çĕр çине çемçе, симĕс курăк шăтса тухса, хура çĕре витсе лартать. НТЧ. Çемçе чĕлхе-çăварпа сана кĕлтăватпăр. Орау. Çемçетерех калани. || Слабый, хилый, вялый. СРВВ. Т. Çынсем час-часах калаçасса пĕр тĕрлĕ калаçаççĕ, тăвасса урăх тĕрлĕ тăваççĕ, пуринчен ытла çемçерех калаçакан çынсем çапла тăваççĕ. ЧП. Кăçал илнĕ çĕнĕ çын ĕçе çемçе пулайчĕ (не выдерживает работы). N. Ĕç-хĕл тĕлĕшĕнчен наян, çемçе ан пул. Бугульм. † Ырă та кинçĕм (хĕр ячĕ), ĕçе çемçе пулминччĕ. Лашм. Ĕçе çемçе пулмин лайăхчĕ (сноха). Янтик. † Пасар кулаç — тул кулаç, варри пăшлăк пулайрĕ; йыснаçăмах çавă пур, ĕçе çемçе пулайрĕ. Ст. Чек. Çемçе ураллă, слабый, невыносливый (человек или лошадь). N. Çемçе куçли (слабый глазами) хисепĕ те çук, хăш-хăш килре çемйипе куçсăр. Календ. 1903. Сывă, таса куçлă çын чăваш хушшинче ĕлĕк сахал пулнă, хăшин пĕрте курмасть, хăшин кăшт анчах курать, çемçе куçли хисепĕ те çук. || Мягкость. Абыз. Куккăр туя кут çемçи (кăнчалаççи).

çепĕç

(с'эбэ̆с'), ласковый, мягкий, нежный. И. С. Степ. Çепĕç — „красноречивый, нежный, мягкий“. Юрк. † Савнă-ах та пуçăм, хура куçăм, калаçăрсам çепĕç чĕлхĕрпе. СПВВ. † Килекен тăванçăм килми пулчĕ, çавăраймăп-ши çепĕç чĕлхемпе. Ib. Çепĕç — çемçе: çепĕç чĕлхеллĕ, çепĕç калаçать, çепĕç тыткалать. Кан. Ха, епле вăл çепĕç. || Нежно. Чăвашсем. Çыннăн чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ еннелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана çĕмĕрлесрен хăраса епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пĕк çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек чысланса пурăнмалла пултăр, теççĕ. || Осторожно. Чăв. Ялĕ. Çи-виттине пĕр васкамасăр, çепĕç витме кирлĕ. СПВВ. Çăмартана çĕмĕрĕлесрен епле çепĕç тыткалаççĕ, çак çын чунĕ те çавăн пек çепĕç çĕре каймалла пултăр. (Говорят, бросая яйцо по смерти человека).

çерем касси

(-сси), дерн. С. Алг. Кĕр пулат те, çур пулат, çеремкасси пĕр пулат. Календ. 1611. Çапла тусан çеремкасçи çĕрет те, çаранри çĕр çемçелсе аванланать.

çерем катăкĕ

дерн. Б. Янгильд. Çын кунта та килĕ, тесе, пĕр çырмана çерем катăкĕ айне (под обвисший дерн на обрыве) пытанса выртрăмăр.

çерçи чӳк

çерçи чӳкĕ, назв. жертвенного моленья о дожде. Етрух. Усем: çерçи чӳк тутарас ачасене, теççĕ. Ст. Шаймурз. Яшки пиçеччен, ачасем хире кайса çăмăр хулли тупса килеççĕ те, унăн юпписем çине çăмарта хупписем тăхăнтарса шыва кӳртсе лартаççĕ. Тата çав хулă çине çерçи те пусса çакаççĕ. ЧС. Петровка ыран тенĕ чухне, турă çăмăр патăр тесе, çерçи чӳкĕ тăваççĕ... Пăтăпа яшка пиçеччен, ачасем пурте кĕпесемпех шыв çинче ишсе çӳреççĕ. Пăтти пиçес чухне, киле кайса типĕ кĕпесем тăхăнса пыраççĕ. Пиçсен кайран, пĕр карчăк, кашнине ĕретпе лартса тухса, пашалусем валеçсе парать; тата яшкапа пăтă антарса парать. Çавăн чухне сисмен хутран ачасем пырса йăлт шывпа йĕпетсе пĕтереççĕ. Унтан вара сиксе каяççĕ те, пĕр-пĕрне шывпа йĕпетеççĕ, йĕпеттерменнине çавăлтех тытса кӳлле пăрахаççĕ. Шывпа йĕпенсе пĕтсен, пĕр ачи яла кайса çерçи тытса килет те, пăтă пĕçерекен карчăка парать. Çав карчăк вара: турă çăмăр патăр, тесе, ăна шыв урлă вĕçтерсе ярать. Унтан вара яшкипе пăттине киле илсе кайса семйипе çиеççĕ. Ст. Шаймурз. Унтан тата çамрăксем: хĕрĕ, арçынни, пухăнса, çырма хĕррине кайса, çерçи чук тăваттăмăр. Никит. Тепĕр виç-тăват кунтан, шывпа выллянă хыççăн çерçи чӳк чӳклеме тытăнчĕç. Хăшĕ-хăшĕ хутаçсем çакса чӳк валли кĕрпесем, çăнăхсем пуçтарма кайрĕç. Хăшĕ-хăшĕ сарайсем çинчен çерçи çурисене çĕкле-çĕкле тухса тасатма пуçланă. Вара пур яшка çимĕçисене хурана ярса киремете (место, где приносят жертву киреметю) çĕклесе карĕç. Унта, киремет çăмăр патăр тесе, асăнса çерçи чӳк яшкине пурте çирĕç. Хăйсем шывпа выллянă чухнехи пекех çарран, юле-пилкĕн, çуçне-пуçне салатнă... Н. Ильм. Пăтти пиçсен, çерçине çăмарта хуппи ăшне хупса, сĕтĕк çăпата çине лартаççĕ. Çăпати çине, çерçи умне, пĕр кашăк пăтă ăсса хураççĕ те, чӳкле пуçлаççĕ. Акă çапла каласа чӳклеççĕ: çырлах, çĕнĕ тырă пăттипе çерçи чӳкĕ чӳклетпĕр, çырлахсан — çырлах, çырлахмасан — килес çул чӳклемĕпĕр; çерçи чӳкне килнĕ хĕрсен йĕтĕнĕсем кăкăр та ан ӳсчĕр, пусисем мăй таран пулччăр, кантăрĕсем пуç-тӳпинчен пулччăр, хăйсем качча кайса пĕтчĕр. Качча кайсан, сак тули ачисем пулччăр. Ачисем çерçи чӳкне килччĕр, çерçипиле. (Участвует, повидимому, лишь молодежь).

çеçке

(с’зс’кэ), цветок растения. СПВВ. КЕ. Çырла авăрисен, çырла пуласси çурăлсан, шап-шар чечек пулат, çавна çеçке теççĕ. Орау. Çеçкене кайсан, çеçкере савăнтар (пчел). N. Сатра çеçкесем çурăлчĕç. N. Çеçке хĕрри тăрринче. Микушк. Йĕтĕн çеçки, цвет льна. Тиханьк. Йитĕн кăвак çеçкея ларчĕ (лен зацвел). См. омма çеçки. П. Федотов. Пирĕн çуни çунатлă, çунат айипе çил вĕрет çеçке пек хĕрсенĕн кăмăльшĕн. С И. Иванов. Ултă уралă хуртшăн турра кĕлтăватăп, çеçке вăхăтĕнче çеçкерен çеçке çӳремешкĕн лайăх кун-çул пар. Çутт. 144. Чечек çеçкисем юр пĕрчисем пек вĕлкĕшсе вĕçсе анчĕç. Чертаг. † Сарă çеçкене ларнă хăяр тытăнать... Якейк. Хăяр пирн сар çеçкея тахçанах ларса. Ib. Кăçал хăяр çеçки лайăх та, хăяр та нумай. Орау. Хăяр сар çеçкенĕ ларнă (= чечеке ларнă, зацвел). Ib. Хăяр çеçке çулчи сарăхнă (кушăрканă, стали шероховаты). ЧП. Аслă çулăн икĕ аякки сар çеçке. Кĕвĕсем. Çĕмĕрт çеçки хăвана явăнать. Ib. Çĕмĕрт çеçки çурăлать те, çĕмĕрт çеçки çурăлать, вăрман витĕр курăнать. Сала Ib. Ĕнтĕ çил çаврăнат, çил çаврăнат, çĕмĕрт çеçки çӳçене явăнат. Ала 105. Чĕн пушипа çĕре çапрăм, çĕр мана çеçке пачĕ, çеçкине вочаха хотăм: пот! терĕ, çат! терĕ. Абыз. Уй-уй урлă каçрăмăр, урпа çеçки çутипе. N. † Шап-шурă иккен çырла çеçкисем. Пазух. Çырла çеçке çурсассăн, килет парлак илемĕ. Альш. † Хĕрлĕ-хĕрлĕ пĕрлĕхен: çеçки витĕр курăнать. || Листья ягоды. N. † Çырли çĕре тивмерĕ, çеçки çĕре тивейчĕ. || Ботва, зелень корневых растений. Т. II. Загадки. Мучийĕ аялта, сухалĕ тулта. (Кăшман çеçки). В. Олг. Паранкă çеçки, побеги и ботва (то же и у огурцов). КС. Кишĕр çеçки, хăяр çеçки, улма çеçки (вся зелень картофеля). Çарăк çеçки, зелень репы. Ib. Çеçкене кайнă, (картофель) пошел в литвинью (отрицательное качество). Ib. Кăçал улман çеçки ытла вăйлă, çампа улми сахал. Сĕт-к. Омма çеçки, стебель картофеля с листьями. Завражн. Олма çеçки, росток, ростки картофеля. Абыз. † Пахчи-пахчи çĕр-улми, сысна çияс сасси пур, çийин-çийин çийи-ке, пире валли çеçки пур. Кан. Пĕр çеçкерен З—4 улма анчах тухать. Сятра: параҥгы̆ с’эс’кэ jарза лардат (или: шы̆дат). N. Улма çеçки, литвинья. Н. Седяк. Çеçкесĕр çарăк, хӳресĕр карăк. (Арман чулĕ). || В перен. см. СПВВ. ЕС. Çеçке = пит илемлĕ, тăваткăл питлĕ-куçлă çын. N. Хывнă чухне акă çапла каласа хываççĕ: эй тăванăм, çеçкем, хăçан курăшăпăр, хăçан пĕрле палашăпăр, хăçан калаçăпăр. || Яз. имя женщ. Рысайк. || Фамильное прозвище мужч. Козыльяр.

çывăр

(с’ывы̆р), спать. Орау. Çĕрĕк час çывăрса карăн-и (скоро-ли уснул)? Час çывăртăн-и, скоро-ли лег и уснул вообще. Ib. Каç çăвăнса выртсан, эп лайăх çывраканччĕ (обыкновенно спал хорошо). Ib. Микулай çывăрма пĕлмеçт (очень работящ). Орау. Çывăрнă-çывăрман паян кунĕпе пуç ыратса çӳрет. Ib. Çывăрса пăх-ха унта, хăна йĕке-хӳресем çиса ярĕç. Попробуй-ка там поспать, там крысы съедят. Ib. Эп çывăрса кайман. Эп çывăрман-ха. Я еще не уснул. Ib. Эп çывăрмасп-ха. Я еще не сплю; я пока еще не буду спать. Ib. Çывăрасси те пулас çук та, çапах та, выртса пăхам-ха, çывăрса каяйăп-и. Ib. Ма çыврас мар? Укçашăн пурнап пулсан, çывăрматтăм. N. Нуммай çывăрман çын нуммай пурнать, тет (ватăлачченех пурăнать, тет, до преклонных лет). Кожар. Çывăртăр-и мĕн? Букв. 1908. Вара вăл выртнă та çывăрнă. Ib. Вăл хăва айне выртнă та çывăрах кайнă. N. † Хĕрне парса ятăн ĕнтĕ, канлĕ ыйăхна çывра пар. N. Эпĕ акă пĕр уйăха яхăн çывăраймастăп (страдаю бессонницей). N. Халь выртсан та çывăраймастăн (не уснешь; безлично). N. Ку нумай çывăрнипе ĕнине кĕтĕве яраймасăрах юлнă. N. Çывăрнă пулмалла, çыврать пулмалла. N. Çывăрса пыраççĕ. Едут и спят. ТХКА 52. Майпе кĕрĕр. Çывăраççĕ пирĕн, вăратас мар çемьене, атьăр. N. Хăш ыйăха çывраççĕ. Пир. Ял. Çывăрма пĕлмесĕрех тырăпа сутă тунă. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çывăрса ларан тăманана пăшалпа персе ӳкертĕм. Янш.-Норв. Хусантан çывăрса иртсе каяс марччĕ. Не проспать бы Казань (не проехать бы Казань). Ib. Çывăрса, Хусантан иртсе карăм. Ib. Хусантан çывăрса иртсе карăм. Ib. Çывăрса апатран юлас марччĕ. ТХКА 53. Çакăнта, урайне аçамсем сарса парам, çӳресе ĕшентĕр пуль, выртса çывăрăр. Тогаево. Лопасра пĕр çын та çывăрман, порте йомах итлесе, колса, ахăлтатса лараççĕ. Орау. Выртса çыврар-им? Ляжем что-ли? N. Тĕттĕм пулсан пурте выртса çывăрчĕç. N. Эсĕ çывăрмах выртнă-и? Ты лег уж совсем спать? N. Ыррăн çывăрса кормала мар. N. Эсĕ çывăрмалла выртнă-и? Ты уже совсем лег (спать)? || Ночевать. Шурăм п. Кĕнервăрри çыннисем çӳрекен çынсене çывăрма ярса, лашапа тавар турттаракансене кĕртсе чылай укçа тупкаланă. Ивановка. Акă çавăншĕн сана ӳлĕмрен никçан та çывăрмалла ямăпăр, тенĕ. N. Çывăрса кай. Останься ночевать. || Соncubare, coire, rebus venereis operari. || Онеметь (о членах). N. Ора çывăрчĕ. Нога онемела (пересидел или перележал ногу). Кан. ЬIраш амăшĕпе антрасан, тата час-часах ал-урасем çывăрса пĕлми пулаççĕ. || Сваливаться (о шерсти). Сред. Юм. Çăма лайăх миххе чышса хôрсан, кайран миххи çинче выртсан, çăм çыпăçса каять. Çавна: çывăрнă, теççĕ. || Запекаться (о крови). Орау. Сăмсаран юхса тухнă юн çывăрса ларнă. || В перен. смысле. N. Юрамасан юнăм çыврать-ĕçке. С. Айб. † Кĕçĕнтен хуйхăлă эп ӳсрĕм те, юн çывăрчĕ çамрăктан (= çамракран), ай, чĕрене (об отсутствии веселого настроения). См. çăвăр, çур.

çывăркала

(-га-) учащ. ф. от çывăр. ТХКА 72. Пĕр чăх анчах вите умне хĕвел çине тухса тăнă та, хӳрине уснă, пуçне чикнĕ, çывăркаласа тăрать.

çыврат

(с’ыврат), то же, что çывăрат. Орау. Пĕр усал шăрши темĕскер кăшласа çĕрĕпе çывратмарĕ (çывăрма памарĕ, не дала спать).

çылăхла

назв. игры (в „грешники“). И. Афанасьев. Çылăхлă, грешный. Юрк. Çылăхлă пуçăм çаврăннă майĕпе ăна та шухăшласа пăхрăм... (я подумал и о том, что...). Трхбл. Вăрлаканни пĕр çылăхлă, çухатаканни çĕр çылăхлă. (Послов.).

çымăç

то же. что çимĕç, угощение, еда. Изванк. Пĕр витре эрех илсĕ хучĕç (заранее): тата урăх çымăçсем пит нумай хатĕрлерĕç. Чхĕйп. Çымăç, плод. Ib. Мĕншĕн вăл апла тĕттĕм çĕре акнă вăрлăх çымăç кӳмест.

çын

(с’ын, с’ин), человек. См. этем. Вишн. 61. Çын чирлесессĕн, унăн варĕ, тата пыршисем çинĕ апата сывă çыннин пекех çĕртме (переваривать) пултараймаççĕ. N. Çын ăшне кĕрсе тохмалла мар. (Послов.). Н. Карм. † Ай-хай турă çыннисем, хырса çуса каймаççĕ хурисем! Хырса çуса кайсассăн, ман пуçсем ырă курмĕ-ши? Ала 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне палларăм (понял, что это за люди). Орау. Унăн иккĕмĕш арăмĕ пит аван çын пулнă, тит. Ib. Çынни аван, умпа çăккăр çима пулать (гов. о женихе, невесте и пр.). N. Çынсенĕн пурин те вилмелле, эсĕ — çын, çавăнпа санăн та вилмелле. Все люди смертны; ты — человек, следовательно, ты смертен. Сред. Юм. Улмерен ôн пик çынпа çыпăçма тор ан хоштăр. Не дай бог вперед с таким человеком связаться. Сред. Юм. Пирĕн пик çынсĕм вилсе пĕтсен, пиртен вара вăниккĕн пĕр така пусакан пĕчик çынсĕм порнмалла, тет. Шорк. Çын латти те çук. Не похож на человека. Альш. † Ах, милиньккăй, Хусанăн кантурĕ, эсир иккен çыннăн матурĕ (вы молодцы из молодцов. Застольн. песня). Ib. † Чун савнине илмесен, ӳсес те мар çын пулса. Регули 1270. Çынсерен (çынтан) пĕрер сом паратпăр. Мы платим по рублю с человека. N. Çын ĕмĕлки те полмĕ. Сред. Юм. Çын сăнĕ тесе пит нăмайччен чирлесе выртса орăх сăнлă полсан, пит хăраса сăнран кайсан, калаççĕ. Якейк. Çын сăнне пĕтернĕ. Дошел до крайней нравственной испорченности. N. Эпир кунта çын сăнĕнчен тухрăмăр. Мы здесь потеряли человеческий образ. (Из письма чувашина, ушедшего на заработки в прежнее время). Ал. цв. 28. Халĕ тата, эпĕ çын сăнлă чухне, юратсам мана. N. Унтан вара аллине çуни (умывший руки) пĕр çынсăр пушă пӳрте кĕрет (входит в пустую избу, где нет никого). N. Эп çынсен умĕнче нихçан та тутарла калаçман. Я никогда не говорил публично по-татарски. (Çын умĕнче — значило бы „при людях“). N. Лайăх пĕлнĕ çынсем — 1) хорошо знакомые люди, 2) близко знакомые люди. Кан. Çынна пăхсан, пĕрне тин юрăхлине тупрĕç. N. Арăмĕ хирĕç тухнă та: ĕçлекен çыннусем ăçта? тенĕ. N. Шурса кăвакарса каяççĕ, вĕсен çын тĕсĕ те юлмасть (так что на них и лица нет). ЧП. Çынна çисе çын пĕтмест. Альш. Пукравччен Пукрав валли хулана кайса тырă сутасчĕ: укçа кирлĕ, теççĕ çынсем. Етрух. Тата сирĕн килшчикки (= кил ăшчикки) таса мар, сире çын пăснă (вас испортили), сирĕн уна тасаттарас пулат, тет. (Чăваш чирĕ). N. Çыннăнни пек, çыннăннĕ пек, похожий на принадлежащий человеку (или другому человеку). || Люди, общество. Ала 27. Кунта пĕр маях çын килет. Сюда все время люди приходят. Ау 10. Эпĕ лере ялан çын хушшинче пурăнтăм (все жила на людях, т. е. в обществе других). N. Çын çинче çын пек пулмасассăн: кам ывăл-хĕрĕ? тесе ыйтаççĕ. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир ăçта — килĕрте, ачăр ăçта — çын çинче. Кубня. † Ялта савнă тантăш пулмасан, тухассăм килмест çын çине (не хочется бывать на людях). N. Çын çине тух, водиться, общаться с людьми. || Прочие люди. Собр. † Шухăшламан чух çын пекех (как все), шухăшла пуçласан, пуçсем çавăрнаççĕ. N. Вĕсем те, çынран юлас мар тесе (чтобы не отстать от прочих), тăрăшĕç; çул иртсе çӳрен куçне те çын ĕретлĕ курăнĕç. Емельк. Çынна çитмен çын. || Нередко передается по-русски словами другой, чужой, в смысле другой человек, чужой человек. N. Çынна усал ан сун, хăна йывăр пулĕ. Якейк. Çын çине шанать. Надеется на чужой карман. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче çын айне кĕмĕп-ха, çын хури (= хурри) пулмăпăр. Пока он жив, меня никто не обидит. N. Тапак çынран анчах туртса пурнатăп. Я курю только чужой табак. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ çавă сăмаха каламасан, ман çын мар вара (если ты не скажешь этого слова, ты для меня чужой). Г. А. Отрыв. Çын çинчи (вар. Çынти) — йывăç çинчи (т. е. до чужого горя никому нет дела. Послов.). N. Çын çинчи — йывăç çинчи: çыншăн çын кам васкакан пур? Сред. Юм. Çынтан илтнипе йăмахлать. Говорит только по слухам. Ib. Эсĕ шывва (= шыва) кĕме кайсан, эп те пырап, çынтан йолмастăп эп апла. Ib. Тар-чир çынтан çынна сикет. Тиф переходит от одного человека к другому. Ib. Килте ăсĕм те пирн пикех пôрнаççĕ те, çын çине тохсан, ăсĕм çын аллнпе кăвар туртаççĕ (чужими руками жар загребают), ôлпôт-хуçа пик çиç çӳреççĕ. Учите детей. Ачана хăнана та пит илсе çӳрес пулмасть, апла вăл çын тăрăх сĕтĕрнсе çӳреме вĕренет (привыкнет шататься на людях). Чăв.-к. Эпир çын хăюлă пулас çук, савнă сарă хĕре илес çук. N. Çак приккашчăк, ирĕклĕхе кĕрсе ӳкнипе, çынсен вăйĕ тăрăх анчах пурăна пуçланă. Собр. Çынăн (çыннĕ) картара теççĕ. (Послов.). Арçури. Çитмен пурнăç пирки-çке, çын куçĕнчен пăхатпăр. Ведь мы бываем в зависимости от других вследствие недостатков и нужды. Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Никто не заметил, хак поставил загородь. Ib. Çын сисиччен кил çавăрса лартрĕ. Никто не заметил, как он построился. Ib. Йăван çын сисиччен аланса пăрахрĕ (кăларса, вăрласа илни çинчен). Йăван аланнине (= авланнине) çын та сисмер. М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă (с ним или с нею приходится сноситься через других лиц). Сред. Юм. Çынна çисе çӳрет. Распространяет дурную славу о других. || Порядочный человек. Пазух. Эпир çынсем ăшне те халь кĕриччен, алăри ачасем те, ай, ар пулĕç. Ib. Кăвак кăвакарчăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен те, халь телей çук. N. Тавтапуç (сана?) çыру ярса тăнăшăн. Эсĕ çыру янипе эпĕ те çын пек пултăм. Нюш-к. Матки çын турĕ уна, теççĕ. Его сделала человеком (т. е. исправила) жена. Орау. Кăна тăхăнсан, çын манерлех пултăн, ĕнтĕ. Ала 70. † Аттепеле-анне канашлаççĕ, пире çын ĕретне кӳртесшĕн. Лашм. † Хуллен еррипе пурăнса, кĕрсе пулĕ-ши çын çине? С. Тим. Атте-анне пирĕншĕн мĕшĕн йĕрет?! — Çын тĕрлĕ çын çине кӳртесшĕн (хотят оставить нас после себя порядочными людьми). Бур. † Çынсем çинче çын пек пулам тесен, пирĕн турă панă телей çук. N. Хăвăн анкартинче тăватă капан тырру йăтăнса ларат, çапах та çын ĕретне кĕрсе пурăнаймастăн, тесе ларатăп хам ăшăмра. Изамб. Т. Çын евĕрлĕ пул. Веди себя хорошенько, как другие люди, по-людски. Сред. Юм. Çын пик лар! (Ачисĕне: чипер ларăр, тессине калаççĕ). N. Тĕрмене пăхса тăракансем çын евĕрлĕ пулчĕç; япаласем илсе пырсан, кӳртмеççĕ те: хушман! тесе çех кăçкăраççĕ. Собр. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунăм, ыр çынсем тавра çаврăнать: ыр çын çине кĕрсе пулми? тет. N. Ман ача куккăшсем патне кайнă та, ăна, çын вырăнне хурса, лайăх пăхман, çавăнпа вара ман ачанăн кăмăл хуçăлнă (обиделся). В. С. Разум. КЧП. Хăй ырă çын пек утса çӳрет, хăйĕн ăшĕнче нимĕн те çук. Ходит как будто хороший человек, а у самого внутри пусто. Тим. Çын йĕркелĕ пурнас — жить по-людски. || Взрослый человек. СТИК. Çын кут çӳлĕш ӳсмен, пысăккисене хирĕç кăшкăрат, чĕлĕм туртат. (От горшка два вершка, а большим перечит, курит; говорят малĕньким детям). || Муж. N. Санăн çынну паян ирхине ста карĕ? Куда пошел твой муж сегодня утром? || Иногда обозначает мужчину. || Супруг или супруга. Собр. Ăна вара хăйĕн çынни тăват, тет (овладевает им). См. çĕлен. Ст. Чек. Çынпа çӳрет, знается с чужим мужем или женою. || Супружеская чета. N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă, вĕсем мĕскĕн çынсем пулнă. || Личность. Янгильд. Çул каякан çын карĕ ăнчах, Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || О членах семьи. N. Исир çырнă: матку посылкă ячĕ, ашшĕ ячĕпе янă пулсан та ил эсĕ уна, тесе çырнă... Мĕле исир пĕлместĕр кам ячĕпе ярасса пĕр килти çын. || Хозяин. К.-Кушки. Айăп лашинче, çыннинче мар. Этому виною лошадь, а не ее хозяин... N. Çавăнпа чăвашсен те çынсеренех (в каждом доме), шкулра вĕренсе тухнă çынсем пулма кирлĕ. || Заказчик; посетитель. ТММ. Тимĕрçĕ çынсăр тăмĕ, арман çынсăр тăмĕ, юмăç çынсăр тăмĕ. (Поговорка). || Народ. Изамб. Т. Унта çын! унта çын! таçтĕлти те пур-тăр. Народу-то там! Со всех, поди, сторон. Юрк. Çăкăрсене, кулаçсене, хăпартусене, хуплусене, куклĕсене, пашалусене чăвашсем ытти çынсем пекех пĕçереççĕ. Толст. Вăл халăх çыннисем (эта народность) хăйсен чĕлхипе анчах калаçаççĕ. || Изображение человека, чучело человека. N. Юртан çынсем тăваççĕ. Сред. Юм. Ĕлĕк çын чирленĕ чухне киреметсĕне (киреметям) чустаран çын туса панă, тет. = Отпечаток человека. Сред. Юм. Çын ӳкерни. Хĕлле ачасĕм (таса йор çине лап выртса хăйсĕне йор çине ӳкереççĕ т. е. получаетс я отпечаток фигуры). || Житель. Хорачка. Перĕн Чикме çыньă первой тохса соха патне, Йӳрйӳрĕн эрне каран (спустя неделю после Юрьева дня). N. Кăшт калаçкаласан эпĕ ыйтрăм: вырăсла калаçма пит ăста-çке, ăçти çын пулатăн капла эсĕ? терĕм.— Чĕмпĕр кĕпĕрни, Пăва уясĕ, ялĕ Пăрăнтăк, терĕ. || Населенная территория. N. Кăрмăш çыньпе (с’ин’бэ) Етĕрне хошшинче. Между Курмышским и Ядринским уездами. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Çынну (к нему) патне пырса перĕнеймăн: тумланнă, такăш тийăн. К нему и не подступишься: разодет, подумать, что невесть какое важное лицо. Шибач. Пĕр-ик эрнерен çын полать вара (чĕрĕлет). КС. Унта пурăнсан, çын пулат вăл (оправится). Ib. Эп ăна çын турăм (поставид на ноги). Чăв. й. пур. 35. Ăна кӳмесен çын пулаймĕ, кайран мана асăнăн, тенĕ. Альш. † Çын ăшне кĕрсе çитсессĕн (когда приду в возраст), мана атте уйăрать. (Хĕр йĕрри). N. Пур тăванĕсем те ăна чиртен чĕрĕлсе çын пуласса сунман. Изамб. Т. Мана, ик ачаллĕ çынна, кам илет. Кто возьмет меня (замуж), у меня, ведь, двое детей. Юрк. Арăмĕ, халиччен чей ĕçмен çын, тытăннă савăнса сăмаварне лартма. Янтик. Туйăм, туйăм, туй халăх, киле пырсан, çын пекех. N. Çын айне ан юлăр. Не давайте себя в обиду. ТХКА 82. Кĕçĕн ывăл пур ман, Ваньă ятлăскĕр, шкула каять вăл. Аслисем çын пулаççĕ ĕнтĕ.

çын тунă тымар

назв. раст. Рак., Кайсар. Çын тунă тымар (= çӳçлĕ тымар). Н. Седяк. Çын тунă тымар; çак курăк тымарĕ пĕр сажень каять çĕре, тымарне пылпа йӳçĕтсе чирлĕ çынна ĕçтереççĕ. Хурамал. Çын тунă тымар, назв. растения. Çавăн тымарне вĕретсе ĕçсессĕн, тухатмăш туни самайланать, теççĕ. Çав курăка: пĕр çĕртен пĕр çĕре куçса ларать, теççĕ.

çын чунĕ

человеческое существо. Дик. леб. 41. Вăл çурта акăшсене пĕр çын чунĕ те илсе кĕме юраман.

çыпăçтар

(с’ыбы̆с’тар), приставить, прилепить, приложить (к чему). Сĕт-к. Ачач 81. Çунатсем кăна çыпăçтармалла. Таçта урапи-мĕнĕпех вĕçсе кайĕччĕ. Скотолеч. 7. Кайри урисене хырăмĕ çумне çыпăçтарса, вырта-вырта йăваланать (лошадь). N. Вăл аллисене хире-хирĕç çыпăçтарса тытса тăнă. Он стоял, сложив руки ладонями вместе. Орау. Пăтана икĕ вĕçне авса пĕр çĕре çыпăçтартăм. Якейк. Йк йопая пĕр çĕре çыпăçтарса тăратнă (составили вместе). N. Лаши ăна тапнă та, кĕтессе сыпăçтарса хунă. Якейк. Çортсене пĕр-пĕрин çомне çыпăçтарса тунă (постройки надворные построены сплошь). Изамб. Т. Пăлтăр çумне кĕлет çыпăçтарса лартаççĕ. В. Олг. Ĕç çомне çыпăçтар, к работе приставить. КС. Епле те пулсан ăна ĕç çумне çыпăçтарас. N. Майĕпе çыпăçтарса çырман (нескладно написано). Тюрл. Çыпçтарса çăвать (шолтран ӳкет), идет крупный снег. СТИК. Çыпăçтарса калаçат. Умно говорит. Чăв. й. пур. 5. Çапах хай сăмахне ĕнентерет, çыпăçтарат. N. Хăшĕ пур, калаçма тытăнсан, чăвашла виç сăмах каламассерен пĕр сăмахне вырăсла çыпăçтарать. Сред. Юм. Сăмах маййăн çыпăçтарса хотăм (если в разговоре он скажет то, что его собеседнику не хочется слышать). || Приписывать. N. Йывăр çын пулсан, тĕк тăмалăхран ют çынна çыпăçтаракансем пур. Бур. Йăкăнуç ачасемпе выртма кайнă пулнă. Ачисем, усалскерсем, пĕрне тытса хĕненĕ, Йăкăнуçĕ вăл вăхăтра çывăрнă пулнă. Вара ăна, пурĕпĕрех, çыпăçтарчĕç, хĕнекенсем çумне.

çыпçăн

(с’ипс’ы̆н), приставать, прилепляться, прилегать. N. Утĕм-тирĕм шăммăм çумне çыпçăнса ларчĕ. Альш. Вăл пирĕн малти çаранлăхпа Хирти-Кушкăсен çыпçăнса каяççĕ лерелле Мертлĕ енелле, вăрманпа (Малăй картпа), Ес-кӳл хутлăхĕпе. Ib. Виçĕ ял пĕрле çыпçăнса ларат унта (вместе расположены, спдошь, под-одно). N. Страшникки, ăнран кайса, урапа çумне çыпçăнса тăрать. ГТТ. Ăçта та пулин пасар таврашне çыпçăнас пулать (пристроиться на квартиру поближе к базару). N. Хăш йытă пит çыпçăнать. Бгтр. Шăнасам хытă çыпçăнсан, çăмăр пулать, теççĕ. Могонин. Эпĕ турăран уйăрлатăп, киремет çумне çыпçăнатăп. Истор. Халăх та: патша авлансан тен ĕçе çыпçăнĕччĕ, тесе, авланасса кĕтсе тăнă. N. Мĕле те пулсан тăрăшăр çынсем çумне çыпçăнма. N. Чăрпуççисем çыпçăнса çӳреççĕ. || Прижаться. Изамб. Т. Эпир те хăранипе пĕр-пĕрин çумне çыпçăнатпăр. || Придираться. N. Анчах çак ĕçлĕ çын ыйта-ыйта çыпçăнмаллах çыпçăна пуçланă. N. Çак путеке ун çиесси килнĕ те, вăл ун патнелле çыпçăна пуçланă. || Соire. О сохр. здор. Тата хĕрарăмпа та çыпçăнас пулмасть.

çыпçăнтар

(-дар), понуд. ф. от гл. çыпçăн. Çамр. Хр. Вĕсене (доски скворечницы) пĕр-пĕринпе лайăх çыпçăнтарса тумалла. || Прибавить. М. Сунч. Çукран пур пултăр, пурри çумне çыпçăнтарма патăр, чӳк, çырлах, амин.

çыр

(с’ыр, с’ир), обрыв, края оврага, яр, откос берега. Пазух. Çурхи шывсем юхать, çырсем юлать. ГТТ. Типпе юлнă (на низком сухом берегу) пристăнь çырта ларать. В. Байгул. Халăх çыр пек тăрат. Народ стоит как обрыв. (повидимому, соответств. русскому „стоит стеною“). Сятра. Пăраххот çаплах çыр панчанах карă (или: çыр çомăпа). N. Ахаль те тарăн çырсем, варсем тата тарăнланса юлчĕç. ЙФН. † Çыр хĕрĕнче çĕр çырли, пиçсе çитсен, çын курать. Ib. † Хура çыр хĕрĕнче хурăн çырли, пиçсе çитсен, çын курать. КС. Çыр хĕрне ан пыр, шыва кайăн. СПВВ. ЛП. Çыр = çыран. N. Атăл çырĕ, крутой берег, гористый берег Волги. Ёрдово. Çырма шывсем пурте пĕр шыв çине пухăнаççĕ те, вара çыр таранах шыв юхать. || Крутой овраг, по дну которого протекает ручей. Якейк. Çырта шăва кĕтĕмĕр. ||Берег. Якейк. † Çыран толли шу йохать, çырне йăвăр килмĕ-ши. Байг. † Атăлĕсем тулăх, шывĕ çыртан, ишес пулсан, епле ишĕп-ши? || Островок. Беляева. || Черта. Юрк. Ахтирекле вылянă чухне ачасем каçсан: çыр урлă каçсан тивертрĕ, теççĕ.

çыр

(с’ыр, с’ир), писать. Янтик. Атте патне çыру çыртăм. Юрк. Çырса лараканни, ӳсĕрскер, ку çапла, мĕн каласса кĕтсе лараканскер, ларнă çĕртех çывăрса каят. Ib. Апла-капла çырмалла чухне мĕн çырмаллине вăл пӳртре каллĕ-маллĕ уткаласа çӳресе каласа çыртарат. N. Урăх ним çырма та пĕлместĕп. (Конец письма). N. Лашапа ĕнене сутнипе-сутманнине çырман. Орау. Виç уйăхчен кашни кун пĕрер сахат, икшер сахат киле-киле çыратьчĕ. Ib. Алли таçта аялалла çырса каять. Строчки сползали вниз. Ib. Пĕртте çырмасан кĕнеке вуланин нуммаях усси çук, пĕр маях çырнин те, кĕнеке вуламаçан, усси çук. КС. Çыранăнçи пек пулса ларать. Пытается писать. Бес. чув. 13. Акă, Керимулла, мĕн тесе çыраççĕ, терĕ те Микулай, çавăнтах вулама та тытăнчĕ. Турх. Сире те вĕсене çырманнипех çырмастăп (по той же причине). О сохр. здор. Кĕнекесем çине (в сочинениях) çыра-çыра хăварнă (об этом). Ала 2. Урăх нимĕскер те каласа çырма пĕлместĕп, айăп ан тăвăр мана. N. Манăн орăх çырмаллиях та çок. N. Çак пиçмона эсĕ ылтарлă çырнă (намеком, обиняками). N. Кона çыртăм питĕ вĕтĕ. N. Мĕн ыйтмаллине çырса пырас пулать. N. Уйăрса çырса яр (подробней). N. Вăрçă енне пит çырма хушмаççĕ. Баран. 59. Салтак пуçлăхĕсем вăрçăра чапа тухнине каласа çырнă кĕнекесем вулама юратнă. Ст. Чек. „Çырманах“ — выражает сожаление, укор, так как говорящее это слово лицо хочет (ему желательно), чтобы тот написал. N. Кайран малтан çыру-тăву пулмарĕ. || Чертить. Якейк. Йăвăç çине темĕскер çырнă (хăйăр çине çырнă). Шу çине темчол çырас тесен те çырияс çок. || Ткать решето. N. Ала сутна (у др. сутăн) илес çук, хамăр çырма пултаратпăр. || Заниматься канцелярской работой. Орау. Кантурта çырать (или: çырса пурнать). || Записывать. Нюш-к. Куна та çав Çеркей каланипе çырнă. И это я записал со слов Сергея. || Записывать в список. Юрк. Уччилник ачине (в ученики) çырмарĕç пулсан, юрĕ, терĕ (она). || Проводить борозду, пропахать межу. Виçĕ пус. 29. Çу каçиччен темиçе хутчен йăран çырса çумлаçа илеççĕ. ТХКА 15. Тырра йăран урлă каçса выракансем пирĕн ялта та пур çав. Ана пуçне кĕрсе çыраççĕ. || Резать воздух. Кан. Халь вĕсем унта та, кунта та, сывлăша çырса, кайăксем пек çӳреççĕ. || Предопределить (о судьбе). N. Этеме вилме çырнă. ЧП. Эпир те мĕн курасса, мĕн илтессе ларсаях çырнă пулĕ-тĕр туррисем. N. Пире çырнă хĕрĕсем. Юрк. Вăлах (т. е. пӳлĕхçĕ), чун çуралсан, пурăнăç çыраканни пулнă. N. † Пирĕн пуçа мĕн çырнине турăпалан пӳлĕх вăл пĕлĕ. Альш. † (Çавă) ятлă ачана ларчĕ-çырчĕ пĕр турă. N. Поçа мĕн çырнине корас полать. Микушк. Атте-анне чунтан саваймарĕ, турри пуçа ырă çырмарĕ (жалоба на судьбу). Ib. Турă пуçа çырни — çав пырать. Собр. Çиме çырман çăккăра çияймăн, çиме çырнă çăккăра шыв варĕнчен те тухса çийăн, теççĕ. (Послов.). Ст. Ганьк. Чун çуралса, чун ӳстерсе хурлăха çырмăсăнччĕ. Собр. † Аякран куртăм — вут çути, çитсе кураймарăм — хăйă çути. Çуралнă чухне çырнă ырлăхсене, ыйтса пĕлеймерĕм турăран. N. Пирĕн пуçа çырни хура вăрман урлă иртмĕ. Сред. Юм. Тор çырни полĕ-ха. Найдется, с которым судьба судила жить. (Говорят женщины, а также мужчины, не женатые). N. Кăçта ӳтĕм çĕрсе выртмала çырнă-ши? Ст. Шаймурз. † Савни-савни тиеççĕ, çырни-çырни пулмĕ-ха. ГТТ. Хăйне çапла çырнă. Такова его судьба.

çыруç

çыруçă (-з’ы̆), знаток письма, писарь, делопроизводитель, секретарь. Кильд. † Çӳлте шур хут вĕçкелет, паллаймарĕç çыруçсем. Бур. † Çутă иккен уйăхăн çăлтăрĕ, çыруçă иккен Иванăн пĕр хĕрĕ. АПП. † Эпĕ каятăп çыруçа, ваттисене вăрçтарса. Пазух. Çыруçăсем çыру, ай, çыраççĕ, çырусем çине выртса макăраççĕ; çыруçăсем мĕншĕн макăраççĕ? Малти ĕмĕр кĕске пулнăран. N. Ушкăнăн çыруçи. Эпир çур. çĕршыв 22. Канашра виçĕ çын лараççĕ: председатĕл, член, çыруçă (секретарь).

çыркала

(-га-), учащ. ф. от çырăнтар. ТХКА. 59. Асра-тĕсре çыркаланă та эпĕ, анатри чăвашсен сăмах майĕпе çыркаланă та. Орау. Хута пĕтĕмпе çыркаласа пĕтернĕ. Он исчеркал всю бумагу. N. Эпĕ сан патна тĕрлĕ вăхăтра пĕр-ик тапхăр та çырусем çыркаласа ярсаттăм. N. Çăвăпех çыркаласа асапланчĕ (училась писать).

çырса пыр

записывать, переписывать. ГТТ. Çавăнпа пĕр экземпляр кăна çырса пыратпăр ĕнтĕ (переписываем только в одном экземпляре).

çырам

(с’ыран, с’иран), обрыв, яр, откос берега, берег. См. çыр. Изамб. Т. Çырантан хăйăр илеççĕ. Ib. Унăн çыранĕсем питех çӳлĕ мар (у Булы). Кан. Килетшĕн хайхи çекретар Ункă шывĕ çыранĕнчен сике панă. ТММ. Шыва каймасăр çыран ан хыпала. N. Унтан пĕр-икĕ кунтанах шыв чака пуçларĕ, тепĕр кун Ванданкă хăй çыранне кĕчĕ. Орау. Çавал çырансенчен шыв тухнă (разлилась). N. Çыран тулли тулса юх. Баран. 10. Çырантан тухнă çурхи шыва кăмăл курса саватăп. || Крутой берег обрыв. Кан. Спартă çĕрĕнче суккăр пулнă ачасене çыранран пăрахса вĕлернĕ. N. Типпе юлнă пристăне çырана (на высокий берег) туртса кăларнă. || Овраг. Кан. Кĕпер урлă каçса çӳреме хăрушă, çырана анса кайма пит çăмăл. Сред. Юм. Çыран, маленький овраг. Ир. Сывл. 27. Çыранри шыв хыт шавлать. ЧП. Хĕрлĕ çыран.

çыран хĕрри

обрыв, крутой берег. N. Çыран хĕрринче, в воде у берега (шыв хĕрринче, на берегу, на суше). ГТТ. Кимĕ çыран хĕрринче шывра тăрат (у берега). Кимĕ шыв хĕрринче çыранта ларат (на берегу). Шывра, çыран хĕрринче, пĕр путса вилнĕ çын выртнă (в воде). Пăраххут çыр хĕррипех пырат (у берега). Пăраххут çыр çуммипех пырат (почти касаясь берега). N. Кослакка панче пăраххот ту çăммипех пырать (близ откоса горы). N. Çирĕк хыçĕнче, яш хырлăхра, чи чăнкă çыран хĕрринче. Янтик. Çыран хĕррине шыв тухни (зажора). N. † Çыранăн та хĕрри çырлалăх.

çырăк

(с’иры̆к), ольха (дерево). N. Варта (в ложбине) ларан çырăк. БАБ. Тепĕр кун каçхине, хайхи мимĕре пĕçернĕ чух, хун çырăк вуттин кĕлне çурт тавра сапса çаврăнче: хăçан пиçнĕ çăмартана чăх пусма ларса чĕп кăларĕ, çавăн чухне çак кĕл карта урлă каçса çурта-йĕре пăсĕ, тьфу! тет. (Пăсташ тасатни). Ib. Çырăк, тĕнчере санран хăватлă йăвăç пулмĕ, шуйттан ытти йăвăçăн чĕлхине пĕлсен те, санăнне пĕлес çук, терĕ, тет. Çав халлап тăрах çĕнĕ пӳрт пураттарнă чухне алăк çине юри, пăсташ ан кĕтĕр тесе, пĕр пĕрене çырăк хурса хăвараççĕ. Тата ытти çĕрте те имлĕ теççĕ.

çырла

(с’ырла), ягода. N. Эпĕ, пăхсан, илемлĕ, çисен, тутлă çырла пулăп. Юç. такăнт. 33. Эсĕ халь çырла пекех-ĕç. N. Çырли нумай та, çĕр сахал. Чăв. к. Çĕрти, çĕрти çырла шăрçа пек. С. Дув. † Хамăр савни çырланăн курăнать, те чун савса кăмăл кайнăран. N. Эпĕ вара киле тавăрăнса çырла чĕресси хатĕрле пуçларăм. Дик. леб. ЗЗ. Елиса çырларан тавăрăнакан пĕр карчăка тĕл пулать. N. Вĕсем, эпĕ çырла тупасран, мана кунта исе килнĕ. Çĕнтерчĕ 11. Асту, хура куç, çырла пит! Сĕт-к. † Çĕмĕрт мĕншĕн коллянать? Çырли хора полнăшăн. ЧП. Çырма тăрăх каяр çырлана. Сред. Юм. Çырла пик хĕр тесе пит таса, илемлĕ хĕре калаççĕ. Ib. Çорконне-кĕрконне, ăшă кôнсĕм пôлсан: паян çырла пиçет, теççĕ. КС. Çырла ачисем, дети, собирающие ягоды.

çырлалăх

место, богатое ягодами. ЧП. † Çырлалăха ятăм сарă хĕр, юрла-юрла çырла татмашкăн. Янтик. † Çаранăн пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен. Баран. 126. Кĕркунне упана çырлалăхра сыхласа тытаççĕ. Хурамал. † Çавра кӳлĕ тавра çырлалăх.

çырлах

(с’ырлах, с’ирлах), помиловать; быть принятой (о молитве, жертве). Хăр. Паль,. 29. У-ух, епле аслати кĕрлет! çырлахтăрах... Юрк. Çырлахтăр (турра панă выльăх силленни). Букв. 1886. Турă кăна çырлахтăр. Избави бог! Сиктер. Килĕшпе, ачам-пăчампа çырлах. N. Ват (= вот) пирĕн чăвашсем çăмăр чук тунă чух çапла чӳклеççĕ чĕкету, çырлах; тепе киремечĕ, çырлах; хĕрлĕ çыр, çырлах камалсăр, çырлах; хурхан-вар, çырлах; мĕн пур киреметсем, пӳхампарсем, хĕвел ашшĕсем, çĕр ашшĕсем пурте кĕлĕре пулăр, теççĕ. ЧП. Ах тур, çырлах, лашисем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. N. Çырлахах, турă! тетĕп: мĕн аслăш пулĕ апла тĕнче? N. Турах çырлахтăр. Могонин. Эх, çырлахах, тур. Русак. Çырлах, турă, ӳкрĕм — пуççапрăм, пĕр турра асантăм, витĕнтĕм. Ан пăрах, турă, çырлах, турă. (Моление). КАЯ. Çапла чӳклесе пĕтерсен, чӳкки-кĕлли чипер çырлахса кайтăр тесе, выртса çывăраççĕ. (Тайăн сара). Вырăсла пурăнакан çын (т. е. тайăн сăрана) ĕçсессĕн, е сăхсăхса ĕçсессĕн, чӳк çырлахмасть, теççĕ. ЧС. Йăваш, тӳлек çӳремесен, чӳк çырлахмас. N. Вăлă (источник) акă мĕлле чӳклесен çырлахĕ: пилĕк çăмарта, салат, пĕр çăкăр сăмси ил те, çав çăла кайса яр, вара вăл çырлахĕ. См. çăл. СЧЧ. Пичче каларĕ: эпĕ каятăп (опускать мимĕр в прорубь), анчах мимрине çулăрах тăвăр; çулăрах тусан, хытăрах çырлахĕ, терĕ. (Жертва воде при шыв титни). Ходар. Ку çырлахран (так!) пуçласа чăсарах (протяжнее) каламалла (молитау. Чӳклеме). Т. VI. 27. Çырлах, ырă хĕрт-сурт, çырлахсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт, çырлаха парсам ĕнтĕ, ырă хĕрт-сурт. И. С. Степ. Çырлах, прими. ППТ. Хăш çулне шалт тĕлĕнмелле, выльăхсем хускалмаççĕ те, тата силленессе те час силленеççĕ. Вара хăйсем те: ай-ай! кăçал час çырлахăрĕ, тесе, пит хавасланаççĕ. N. Итлемесен, чӳкĕсем çырлахмасран хăранă. КАЯ. Эпĕр каялла çавăрнса пăхрăммăр та, çырлахтарах, турă! темле йăтă, пуçне çулелле каçăртнă, куçĕсем вут пек ялтăртаттарса, сĕлекине юхтарса, пирĕн çие уткăнса килет. Сактер. Чӳклекен: çырлахрĕ, тесе, пусма тытăнать (быка). || Помириться, примириться. Бгтр. Лешсем: вил шапапа анчах çырлахатпăр, тесе калаçаççĕ, тет. || Пропасть, погибнуть. Перев. Рак хăй çакăнта çырлахассине хăех пĕлсе тăрать ĕнтĕ те (рак знает, что ворон его сьест), калать. СТИК. Куршĕсем пуртта илсе карĕç те, илсе килмерĕç, çавăнтах çырлахрĕ вара. || Помилование. СПВВ. Турăран çырлах пултăр, этемрен сиплĕх пултăр. || Моленье. СПВВ. ПВ. Çырлах тăвас турра.

çырлахтар

понуд. ф. от гл. çырлах, совершать моленье. КАЯ. Çырлах, Пит-тури киремет; çырлах, аслă кĕлĕ; эпир, этем ывăлĕ-хĕрĕ, санне пурне те ăçтан пĕлсе çитерес? Мĕн çырлахманнине ху çырлахтар. Амĕн (аминь), çырлах, амĕн, çырлах, амĕн, çырлах. (Молитва в тайăн сăра). Ходар. Кайран вара вăл киремете ним парса та (никоим манером) çырлахтараймăпăр, тесе хисеплеççĕ (т. е. того, как киреметь испугается свиньи или поросенка, которых не допускают близко во время варки тăйăн сăра. См. сысна). Никит. Шыв тытнине пĕлсен, ăна парне парса çырлахтарнă. Шинар-п. Вара пирĕн апи кайса çырлахтарнă та, вăл вара сывалнă. КАЯ. Çапла Сурăм киреметне çырлахтарсан, виç кунтан атте Чистай уестине суккăр хĕр патне кайрĕ. ГТТ. Çуса силлентермелле, пусса пĕçерсе пĕтĕмпе çырлахтармалла, алă валльипе çырлахтармалла; час пулмас. Шурăм-п. Петтĕр ашшĕ чассальнăксем умне кулачă татăксем хуркаларĕ: вĕсене те çырлахтарасшăн. Ib. Хура Йăван арăмĕ тĕлĕксене пĕлет: Петтĕр амăшĕ пек тӳме илсе пырса парсан, ăна çывăрнă чухне пуç айне хурать. Вара çырлахтармалине пĕлет. Болезни. Хаяр киреметсене темĕн чухлĕ çырлахтарса çӳресен те ним усă кураймăн. СЧЧ. Пичче хай вуç çырлахтарасшăн тăрăшмаст (не заботится о том, чтобы умилостивить божество жертвою), хăй пырĕшĕн тăрăшать. N. Çав йĕрĕхе кашнă çол çĕн-çынсем кайса йĕрĕхе çырлахтараççĕ. Она шу çолĕ поçлаттарнă чох сăрапа-çӳхӳпе кайса: йĕрĕх çырлах, теççĕ. || Погубить. Ст. Чек. Çапах та пусан çырлахтартăм (погубил человека через проклятья, через злых духов). СТИК. Çавăнтах çырлахтартăмăр вара: шыва ывăтрăм та, панчалт! туса анса карĕ. || Помирить, примирить, привеста к согласию. Орау. Страшнике пĕр тенкĕ укçа парса, çур штав ереке ĕçтерсе аран-аран çырлахтартăм (избавился от него). Сред. Юм. Пачăшкасĕм тôр шывĕпе çӳренĕ чôхне, çирĕмшер пус илетпĕр тесе, манран та çирĕм пус ыйтаççĕ; вăнпилĕк пус парса арран çырлахтарса ярап. Яргуньк. Эп ăна кайса çырлахтартăм та, те пуçлать ĕнтĕ урăх, те пуçламасть. Покончнл было с ним примирением, но не знаю, возбудит ли он снова процесс или нет. || Убивать. Юрк. Еркĕнĕ мĕн туса пăрахрĕ, икĕ пуслăх наркăмăш илсе çырлахтарчĕ (вĕлерчĕ, его). Халапсем 27. Хăр патра çывăрма кĕрекен çынсене эсир çапла çырлахтаратăр иккен?!

çырма

(с’ырма), река; речка. Ск. и пред. чув. 91. Çумăр çырма пек юхать. Альш. † Çырма тĕпне вак касрăм, тур лашана шăварма. N. Çырма тесе юхса выртакан шыва калас. НАК. Ял тулашĕнче, пĕр-пĕр шывлă çырма хĕрринче. Юрк. Çырма урлă каçмалла. Трхбл. Çырмара ейӳ тухнă. Вăл тĕлте ейӳ сарăлат. || Овраг. Янш.-Норв. † Çинçе çырмара виç кукăр, кукри сайран куккук йăви, куккук! тиен пĕри çук. Сред. Юм. Çырмана шыв аннă тесе çорконне йор ирĕлсе çырмара шыв йоха пуçласан калаççĕ. Якейк. Çырмаялла виçĕ ача анса карĕç.

çырма-çĕрме

то же, что çырма-çатăрка. Сятра. Сред. Юм. Пирĕн пусра ниçта та лайăх çĕр çук, пĕтĕмпех çырма-çĕрме ватса пĕтерет. Ib. Пирĕн посра тӳрем çĕр воçах çôк, пор çĕрте те çырма-çĕрме çôрса пĕтернĕ. Ёрдово. Çапла пĕр виçĕ эрне хушшинче юр пĕтĕмпех пур çĕртре те кайса пĕтет, сайра çырма-çĕрмесенче анчах юлать. Ib. Çырма-çĕрмесенчен шыв тапса анать.

çырт

(с’ырт), кусать; перехватить, схватить зубами. О сохр. здор. Хăшне-хăшне йытă çыртса амантнă. Ib. Унăн сĕлеки çыртса шăтарнă çĕре юлса юнпа хутăшса каять, Толст. Ăна уринчен çыртрĕ-илчĕ. Орау. Лаши пĕр ывăç утă çыртса илнĕ те, ĕшеннĕскер, çимасăрах пырать. Янтик. Йыта ача пӳрнине çыртса илнĕ (откусила). N. Çыртса тат, перекусить. N. Çыртмасăр çырлахмарĕ. N. Кĕпинчен çыртса, çыран хĕррине ишсе тухнă (собака). ТХКА 104. Çăварне карса, шап-шура шăлĕсемпе пĕр çынна пилĕкрĕн çыртса йăтса силлесе пырать (тигр). ЧII. Çитĕннĕ хĕр, каяс вăхăт çитсессĕн, çанни вĕсне çыртса йĕрет-çке. Якейк. И, осалшăн чĕлхея çыртрăм-ăç. Я из-за тебя язык прикусил. К-Кушки. Эп ялан сахăра çыртса ĕçеп. Я всегда пью чай вприкуску. N. Улмуççи кутне тухса выртса, улăм çыртса выртрăмăр. Синьял. † Тантăш сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Кан. Ыратнипе шала çыртса, сăмсана тавăрса... || Закусить. Пшкрт. Пĕри калат: Иван, тет, тавай, тет, ларса çăккăр çыртăпăр, тет. Юрк. Арăмĕ çапла балык çук тенине илтсен, хăни те — кирлĕ мар, кунта мĕнпе çыртса çимелли пур халĕ, тет. N. Кăшт çăкăр çыртрăм, шыв ĕçрĕм те, ахаль çĕрех çыварма выртрăм.

çырткала

учащ, ф. от гл. çырт. N. Лайăх çывăртăм, анчах пĕр вăхăтра темĕскер пăрçасем çырткаларĕç, тенĕ Яхути. ТХКА 42. Пирĕн тьыха та юпахне тăкрĕ, якалса кайрĕ, тӳрленчĕ. Шăварнă чухне хама çырткалакан пулчĕ. Эпĕ ăна утланкаласа пăхаттăм. N. Ирхине Якурка тăрать те калать: сирĕн хăнкла пур иккен, мана пăртак çырткаларĕç. Шурăм-п. Эпĕ, иртенпе çименскер, киле çăкăр çырткалама кайрăм. || В переносном смысле. Тим. Самар кĕпĕрнинче те улпутсене пăртак çырткаларĕç (кой-где пощипали. Из письма 1905 г.).

çыртăç

(-ды̆с’), кусаться. Задонский. Выльăх пĕр-пĕринпе çыртăçать, тапăшать.

çытма тавар

особая домашняя ткань. Кан. Пĕр çĕрте сăран тăваççĕ, тепĕр çĕрте çытма тавар тăваççĕ, виççĕмĕш çĕрте çĕр кăмрăк кăлараççĕ.

çых

(с’ых), вязать, завязывать, связывать, привязывать. Б. Яныши. Мишавай часрах сăмса тутрипе эрех ярса çыхса ярчĕ. Ст. Шаймурз. † Хрантсуски явлăк пур, тетĕр, пĕрте çыхса тухса тухмастăр. Кан. Унтан тункатисем çине тăрăх та, урлă та шертесем лартаççĕ, вĕсене вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Скотолеч. 14. Ыратакан урине скипидарпа кантăр çăвĕ хутăштарса сĕрес пулать те, ăшă япалапа çыхса лартас пулать (лошади). N. Çав вăхăтра пĕр матрос карап хыçне çыхса янă кимĕ çинче пулнă. ТХКА 116. Çыхса пынă сулă юхса каясран, пысăк тымарсемпе сулла пĕр йывăçран кăкартăмăр. || Вязать (чулки, кружева). Микушк. † Шур курнитса умĕнче майра чĕнтĕр çыхать. Шибач. Çыхнă ĕçлĕк, вязанка. Сред. Юм. Çыхнă пиçикки, пояс. Ib. Çыхнă шапка, вязанная шапка. Алешк.-Сапл. † Сар хăмăшран маяк çыхаççĕ, сар хăмăшран маяк çыхмасанччĕ. || Пеленать.

çыхă

(с’иhы̆), связка, пучок, пачка, букет. Изамб. Т. Пĕр çыхă пушăт илтĕм. Дик. леб. З6. Елиса çав тĕксене пуçтарса пĕр çыхха çыхнă. Баран. 75. Ib. Хĕрĕсем аллисенче çыххи-çыххипе чечек тытса тăраççĕ (держат букеты цветов). N. † Хора порçăн пиçиххи пилĕк тавра çавăрнать, воник çыххи — ал çыххи.. алăм тавра çавăрнать. || Узел, завязка. N. Вилнĕ çынна шăтăка антарсанах пĕри шăтăка кĕрсе, вилнĕ çын тупăкне уçса, ун ури çыххисене, пыр-çыххине, пиçиххине, йĕм-кантăрине салтса тухат. || Плетенка (лука). N. Сухана, ыхрана çыххăн (плетенкамн) кухняна çакса хучĕç. || Кандалы, оковы, цепь. N. Эсĕ ăна, халĕ тĕрмере çыхăра лараканскере, пырса пăхмăн-и вара? N. Пĕр кун çыхăра выртрĕ (сумасшедшая). Ала 96. Эпĕ ку таранччен мĕн курмарăм: çыхăра выртăрăм, аллăм-урам хытса ларчĕ, ĕçлимасăр та пурăнтăм, тимĕрлерĕç, тимĕрте лартăм, мăйăм-куçăм суранланса пĕттĕр, ним усси те пулмарĕ. || Пеленка, пеленание. Альш. Пирĕн ача тăхăр уйăх тĕрмере ларчĕ (в утробе матери), çичĕ уйăх çыхăра выртрĕ.

çыхăн

(с’иhы̆н), привязать, завязать (себя), быть привязанным, завязанным; связаться, сомкнуться. Альш. N. Юлашкинчен каллах хам çыхăнтăм та, улахса кайрăм. ТХКА 28. Пĕр ывăç тăвар кĕсье тĕпне курăспа çыхăнсах çӳрет ман. || Заплетаться. ЧП. Чĕлхем çыхăнат пылпала. N. Как курсанах, ним тума та пĕлмерĕм, и чĕлхе-çăвар та çыхăнсах ларчĕ. || Связаться, завязать сношения, вступать во что-нибудь, запутаться. Ст. Чек. Вăл çав ĕçпе çыхăннă (попадся по этому деду).

çыхăнтар

(-дар), заставить связаться, соединять, обьединять, установить тесную связь; присоединиться. Сĕт-к. К.-Кушки. Икĕ юпа хушшине тимĕр хулă карса, юпасене пĕр-пĕринпе çыхăнтарнă (оба столба соединены проволокой).

çыхлан

связываться, спутаться, запутаться; привязаться. К.-Кушки. Лашасем çыхланса тăнă (спутались). Виçĕ пус. Çĕре çĕнелме çăра ӳсекен, çыхланса тăракан тымарлă курăксем кирлĕ. Букв. 1904. Хам темĕн тĕрлĕ хĕпĕртенипе хăвăртрах тата (рвать) пуçларăм; анчах çырла нумайран алăсем çыхлана тăраççĕ, нихăшне татма пĕлмеççĕ. Кратк. расск. 24. Чĕлхисем çыхланнă-юлнă, нимĕн чĕнме те пĕлмен. Бюрг. † Тухăттăм-юрлăттăм сирĕн умма, чĕлхем çыхланасран хăратăп. N. Ачасем виçĕшĕ пĕр çĕре çыхланса çӳрекен пулчĕç. Юрк. Аллăм-урамсем пĕтĕмпе çыхланса çӳрерĕç, нимĕн тăвас килмес… N. † Сирĕн пурçăн хутри çыхланчĕ, пире çăкăр-тăвар çакланчĕ. N. † Кăвак лаша кăтра çилхе, çыхланаççĕ çилпеле. N. Йĕркесĕр çынсем хăйсем çăмăллăхĕпе çыхланĕç. Ст. Чек. Лаша çухалсан, сĕтел урисене çыхсан, вăрри çыхланать, тет. Изамб. Т. Шакăра пулăсем çыхланса тараймаççĕ. || Сlunibus coire. Вĕлле хурч. 5. Çак малтанхи кун сăрăпа тôл пулса çыхланаймасан (аçи пусаймасан)... N. Скопец тесе хĕрарăм çумне çыхланмалла мар тунă арçынсене калаççĕ.

çыхлаш

связаться, завязаться, схватиться, сцепиться. Сред. Юм. Икĕшĕ вăрçрĕç те, пĕр-пĕрне çӳçрен ярса илсе çыхлашсах ӳкрĕç. || Сlunibus coire. Тюрл. Йытсем çыхлашнă.

- çи

уменьшительная частица, употребляемая в песнях вм. слов: çеç, çех, кăна, только. Г. А. Отрыв. † Хĕр-çи лайăх теиса (= теейсе) пĕр хĕр çумĕнчех ларас мар. Илебар. † Пирĕн кин-çи пуласси. Кильд. † Ати улĕ сарă ул, эпир сар хĕр шыраса çак-çи яла килтĕмĕр. N. † Ку-çи туя кайиччен, ут çитарма каяс мĕн. Синьял. † Хам пĕчикĕ пулсан та, хам-çи куçран пăхтартăм. КС. Иксĕмĕр-çи пĕрле пурăннă чух мĕшĕн пирĕн савăнас мар? Ала 30°. † Шуç-çи йĕвен кăмăльне чĕн-çи хăмăт тăхăнтартрăм; чĕн-çи хăмăт кăмăльне хура пĕкĕ эп кӳлтĕм. Собр. † Ачам, сана мĕн парам-ши: пĕр-çи карта лашам пур, сана халал пултăр-и. N. † Пирĕк инке ăçта-çи.

çи

(-с’и), есть, кушать. КС. † Ма çияс мар, ма ĕçес мар, тăван-çи патне килнĕ чух. N. Чирлĕ çын апат çийи-çими пурăннипе пит вăйсăрланать. Альш. † Атте-анне, пирĕншĕн ан йĕрĕр, пирĕн çиес çăкăр кунта çук. Ib. Çими тунă-и мĕн сана? N. Йыт çитăр кам! Чтобы вам пусто было! (Говорит человек, которому все не дают сосредоточиться на работе). Изамб. Т. Кăнтăрла усем уйран çине çăкăр тураса çинĕ. Ib. Хăта çи-ха, çи-ха! Халь те пит хытă çие-тĕп. Хăна аллине тыттарса: çи-ха! курма лартман, çиме лартнă, теççĕ, Ст. Ганьк. † Хура вăрман хухине эп çимесĕр кам çийĕ? (Эп çимесĕр — кроме меня, кто будет есть — эпĕ ĕнтĕ ăна çиекен). N. Эсĕ апат ăçта çиес тетĕн? Где ты будешь столоваться? Эсĕ паян апат çта çиен? Торп-к. Çийин — çийĕ, çимасан — юлăн. Если она сьест тебя, то сьест, а не сьест — так жив останешься. Имен. Сами варне çитсен, кашкăрсем тохрĕç те, лашана çия поçларĕç. Юрк. Малтан, çиес уммĕн эрехне черкки çине тултарнă чухне, кăшт кăна тултараш пек пулса еррипен кăна тултара пуçлат. Ib. Çинĕ çемĕн çиес килсе тăрат. Ib. Анне, эпĕ сана темĕн чухлĕ пăрçа çирĕн-тĕр, тесе шухăшлаттăм. Ib. Çиекен пӳлĕме кĕрсен, ку та сĕтел çинчи çимĕçсене пиллесе илсен, тытăнат ларса ĕçсе çиме. Орау. Апат çимĕш пулса ларать. Притворяется, будто не хочет есть. Ib. Çия-çия чупать, таçта васкать ку. Ib. Çиса тăрансан, нӳхрепе леçтермеллеччĕ, кирлĕ чухне исе килтермеллеччĕ, вара пăсăлмастьчĕ. Регули 560. Манăн çияс килет. Ib. 246. Виç кон çимантан ырханланса кайрĕ. Ib. 802. Çималли пор пирĕн. Ib. 15. Ик кон çимасăр порăннăччĕ. N. Çиес килменçи пулать тата! Букв. 1904. Манăн тата ытларах çиесси килсе кайрĕ. ФТТ. Çинĕ çĕре пырса кĕрсен, хунямăш пуласси ăна юратмасть, усал сунать, теççĕ. N. Çапла çине-çине çие-çие ку тарçи мăй таранчченех çисе тăрансан... N. Çиессĕм килес пулсан та, санран ыйтмăп. ТММ. Çиекенни пĕлмест, тураканни пĕлет! (Çиекенни пĕлмест, укçа тытаканни пĕлет). Янтик. Эс ытла снаях çие тăран (то-и-дело ешь), никçан та хырăм выçмас пуль сан. Ст. Чек. Çиме пире пулăшакан тесен, шуйттан та: мана та чĕнеççĕ, тесе хĕпĕртесе çиме пырать, тет. N. Пĕр эрне çиман пек. Словно неделю не ел. Хăр. Паль,. 30. Кашкăр çиессинччĕ! Сĕт-к. Çийимичченех çирăм. Я наелся до отвала. N. Паян çинĕ, ыран çимен. (Говорят о живущем впроголодь). N. Эп укçа илместĕп, çималах пурăнатăп (из-за хлеба буду жить), кĕлемей. С. Айб. † Шăмак кĕпçи çимелĕх, çăвар тути ямалăх. Сунт. Çимелли кунсем нумай малалла. Çутт. 152. Çапла чип-чипер çӳрекен ача йăт çĕмĕрчĕ çинĕшĕнех вилнĕ. Кан. Çавăн çинчен апат çие-çиех аттесене каласа пама пуçланăччĕ (начал было). Утăм. Çиес пулатьчĕ, ма çимерĕн? (Говорят гостю). Халапсем 14. Ку, выçнăскер, пĕр çăкăрне пĕре çийӳçĕм чысти çисе ярать. ТХКА 5З. Ларса çийĕр-ха пăртак. Ib. 5З. Купăста пурччĕ. Тăварланă купăстапа çитерем-ха сире, тет. || Грызть. К.-Кушки. Шăши çăкăр ăшне çисе кĕрсе кайнă. Мышь въелась в хлеб, т. е. проела в нем такую дыру, что и сама ушла в нее. || Сосать. N. Анне, эпĕ санăн кăкăр сĕтне çисе ӳсрĕм. Трхбл. Ача чĕчĕ çиет. Ребенок сосет грудь. || Промывать (берега). N. Шыв кукăрĕсенче шыв кĕрлесе тăрать те, вара çырана таçта çитех темĕн тăрăшшĕ çисе каять. N. Ванданкă ĕнтĕ тӳрех юхать, çыран мĕн çимест. Епир çур. çĕршыв 26. Вăл çурт, çурхи шыв çырана çисе пынă пирки, ишĕлсе аннă. || Протирать, изнашивать. Самар. † Аслă çул çийĕсем тумхахлă, ырă ут чĕрнисене çав çиет. Бугурус. † Пушмак тĕпне чул çиет. || Раздражать. Шел. 70. Хĕвел шевли... куç çутине çисе тăрать. N. Эсĕ унăн куçне ватпа сĕр, вăл куçне çинине сиссе шăлса илĕ те, шурă илни кайса сана курĕ. Орау. Чӳречене кар халĕ, хĕвел çути куçа çиять (в глаза светит). Кан. Кĕрхи сивĕ çил, курăнмасăр пит-куçа çисе, çурçĕр енчен кăнтăрланалла вĕçет. Кан. Куçа çиекен сарă чечексем ырă кун сунаççĕ пуçсене тайса. КС. Тĕтĕм куçа çиет. || Чесаться. КС. Çан-çорăм çиять, мулча кайса кĕрес-ха. Кан. Таса мар, хура, тарлă кĕпе-йĕм ӳте çиса, паçăр каланă пек, пăсма пултарать. Шибач. Каç выртма çитрĕ (на ночлег) те, хоçи майри калать: санăн, тет, отнă çын, тет, çӳренĕ çын, тет, санăн çан-çорăм çать полĕ, тет. Верно, тет, çать, тет, тем пекчĕ кĕрес, тет, мольчана, тет. || Делать боль сердцу. N. Нумай ман чĕрене çирĕн. || Испытывать, получать побои. N. Ай-хай çамрăк пуçăм, çинçе пӳçĕм, хăш хулара патак çийĕ-ши? КС. Паян чышкăсам çикаларĕ, курăнать, вăл. Сред. Юм. Кашни кон патак çиет. Каждый день получает побои. N. Çын патакне çиесси хырăмра уласа тăнинчен те йывăр, курăнать, çав. N. Ача-пăчаран патак çиме мар, йывăртарах сăмах илтме те пит хĕн. || Какое-то действие в игре касакла. Торп-к. Çичĕ хутчен тытимасан касакне çияççĕ. Çинĕ чухне ун çине сурса пĕтереççĕ (в игре касакла). || Забирать, захватывать, запахивать (межу). Орау. Йăрана çиса, анана пĕтĕмпех ансăрлатса хăварчĕ, çĕр çăхань! Пăх-ха, ун мĕн сарлакĕш те, ман мĕн сарлакĕш? || Пользоваться (чем), получать доход (от чего). N. Шалу çиçе пурăнать. Получает жалованье. N. Пĕччен виçĕ ят çисе порнат. Якейк. Шеремет анине воник çол çиса порăнтăм; тохса карĕ, ним тума та çок. КС. Хăйсем темиçе çĕр теçеттин çĕр çисе пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пенçи çисе порнат. N. Çĕр çисе тăракан улпут, помещик. || Уничтожать. О сохр. здор. Çав тĕтĕрни ерекен чирсене унта пĕтĕмпе çисе пĕтерет. N. Пуринчен ытла юра çил çисе ярать. || Точить (о черви). Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр, хурт çитĕр. || Губить, погубить (человека). N. Пуринчен ытла хресченсене çĕр сахалли, çĕр вакланса пĕтни çиет. Ск. и пред. чув. 96. Ы-ых, Сетнер, астăвăн: манăн хĕре эс çирĕн! БАБ. Ах! хур турăр эсир: мана та пĕтертĕр, хăр пуçăра та çирĕр. N. Хĕрарăмсемпе явăçса çӳресен, ху пуçна та ху çийĕн! N. Вăл хĕрарăмсем хыççăн кайса хăй пуçне çинĕ. || Есть, бранить, ругать. Истор. Çавăнпа Дмитрий ӳтне куçарттарсан та, халăх ăна çиме чарăнман. || Одолевать (о горе). Сред. Юм. N. Ашшĕ-амăшĕ Ванюка урăх хĕре çураçрĕç, ирĕксĕрлесе çураçрĕç... Хуйхă çирĕ Ванюка. || Дышать (чем), вдыхать. Кан. Çĕрĕпе тусанлă сывлăш çисе выртаççĕ (дышат пыльным воздухом). || Жадно глядеть. Алших. † Алших хĕрĕ тиейса, куçпа çисе ан ярăр. ЧП. Хĕрлĕ улма тиейсе, хыпса çăтса ан ярăр; Аксу хĕрĕ тиейсе, куçпа çисе ан ярăр. Тăв. З. Туйипе куçа çисе тăракан сакăр кĕтеслĕ аттине çат-çат! çатăлттарать. || Пастись. Н. Карм. † Кăвак лашасене те çиме ярсан, анкарти пĕр хыçĕнчи çулпа яр. (Çиме яр — также: подпусти к корму). N. Вăкăрусем акараччĕ, ашакусем вăсем патĕнче çисе çӳретчĕç. Регули 682. Утсене çималли корăк пор конта. || Сплетничать, хаять, осуждать. N. † Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. N. Çисе çӳрет. Чăв. к. Ай-хай пуççăм, çамрăк пуççăм, çын çименни юлмарĕ. N. Чĕлхене çыртсан, çын çиет, теççĕ. N. Мана çисе мухтанакансем намăса юлса çын кулли пулччăр. Сред. Юм. Мана çиеççĕ. Про меня говорят дурное. Михайлов. † Килхушшинчи ват юман, пур кил кайăк ун çинче; пӳрте кĕтĕм — ман çинче, мана çиман çынĕ çук. Ст. Шаймурз. Çиекен çынсем тек çиччĕр, ӳт пĕтсен те, чун юлĕ. N. Çын çинине, пур хуйăха ура айне таптăпăр.

çиме

еда, пища, корм, довольствие, фураж. Хурамал. Вĕсен çими-ĕçми пулман, выльăхĕ-чĕрлĕхĕ те пулман, пĕр кушакки анчах пулнă. Юрк. † Тилĕ юртат, тĕтре çăват, çимерен çиме суйласа. Толст. Çимене-апата хĕвел хатĕрлет. N. Эсĕ ман çимешĕн мар, ху çимӳшĕн тăрăшатăн. В. Ив. Аван çиме çинче сайра вăрлăх та сарăлса кайса нумай вырăн йышăнать. Трхбл. Кăçал çиме (çăкăр) çĕнĕ тырăччен çитмес. Нынче хлеба не хватит до нового урожая. Альш. Ванькка ултă çул тăрантармалăх çимине хире кăларса тăкнă, тет. Уфин. Пушă уйăхне этемпе выльăхăн çими пĕте пуçланăран калаççĕ.

çитерме кай

ехать на кормежку, ночное. N. Каç пула пуçларĕ, тет, ĕнтĕ. Çак (он) пĕшкĕнсе пынине çитерме (на ночное) каякансем курчĕç, тет. Цив. Çитерме кайсан, пĕр ватă çынна лаша тапса вĕлерни.

çи

(с’и), верх, поверхность. ЧП. Çӳлĕ ту çийĕсем кăлканлă. Хурамал. † Аслă улăх çийĕ сарă хăмăшлăх, сарă хăмăшсем çийĕ сарă-кайăк. N. † Хапха юпи — хырă юпа, пĕр хĕвелсĕр йăлтăртатат; ют ялсенĕн ачисене курсан çийĕм чĕтĕрет. (Хĕр йĕрри). Юрк. † Кӳлмешкĕн пар ут пулинччĕ, çуни çийĕ виттк пулинччĕ. Г. А. Отрыв. † Çийĕм тулли кăвак сăхман, çурхи çăнтан тунăскер. Пазух. Леш айккинче выртать-çке пăлан пăруш, курмастăр-им, çийĕсем пасарнă. || Часто встреч. в сложении. ТХКА 55. Сирĕн ялсем вăрманран тӳрĕ вĕренесене, хурамасене, туйрасене касса, урапа çисем (= çийĕсем) тăваççĕ. || Одеяние, одежда. N. Чăн малтан пур çын та, пур халăх та, тутă пулма, çи питĕрме (тумланма), авантарах пӳртре пурăнма тарăшать. БАБ. Çи те пулмасан, пыр та пулмасан, çырлана анчах кайăттăм, тесе каларĕ, тет, ĕлĕк пĕри. (Поговорка). Пухтел. Çишĕн, ради одежды. Тим. † Йăмăк кĕпине тăхăнсан, кĕрӳ кăмăлĕ уçăлчĕ, хурри çийĕ шуралчĕ, çĕтĕк çийĕ питĕрĕнчĕ. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ умăр çутă та, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. || Часто употребляется в значенин послелога, переводимого по-русски предлогами на, над. N. Çия çĕнĕ кĕрĕк тăхăнсан. N. Кам пирĕн çира урипе çӳлелле. (Шăна). N. Çире пĕр типĕ вырăн та юлмарĕ. На нас не осталось сухого места. Альш. † Мăкăр-мăкăр çын сăмах, пирĕн çирĕн мар-ши çав. Шурăм-п. Хĕвел пăхать шăратса; çиран тар шăпăр-шăпăр юхать. Альш. Хăнасем килнĕ тумланса. Хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă çире. N. Тахăнса яратпăр йĕпелех: çире типет. Н. Сунар. Ма çийăма шу сапрăн. КС. Сăхманна çийăнтан пăрахмасăр çӳретĕн. N. † Çийĕмĕрте шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке. N. Çийĕнтен тар юхаччен ĕçлетĕн. Орау. Ман çия ан вырт эсĕ. N. Ман çира (надо мною) йĕкел ӳкрĕ. N. Пăшал етрисем (пули) хамăр çирен (над нами) уласа ирте-ирте каяççĕ. Регули 1119. Ман çиран мăн çын (ватă çын) каçса кайрĕ. Михайлов. † Урам хушшинчи ват çăки, пур ял кайĕк ун çинче, яла тухрăм — ман çире, пур усал сăмах ман çире, мана çиман çынĕ çук. Шорп-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ (= çиеллехчĕ), кайран яла орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Янтик. Ун çийĕнче пур. Она беременна. Н. Сунар. Вăл çăла (источнику) каланă: лайăх юхса кай, санăн çина (= çине) çӳпĕ-çапă ан ӳктĕр, тенĕ, тет. Ст. Чек. Ылттăн кашта çийĕне (= çине) ылттăн арча илсе хур. Бес. чув. 9. Эсĕ, Микулай, ман çине питех ан çилен-ха; эпĕ ăна ахаль кăна. N. Çăварĕсене пĕлĕт çинех янă. N. Эсĕ ман çине ан кӳрен. N. Чыстă çĕнĕ атă çинех те подмётка çаптаратпăр. Рак. † Хура вăрман çине пас тытнă. Толст. Унччен те пулмасть, суккăрри йăран çине такăнса та ӳкрĕ, тет. Никит. Тĕттĕм ял çине хупласа илме пуçларĕ. Деревня стала покрываться мраком. Кан. Сунт. Пăкă çине çапнă тимĕр пăта та тухса ӳкет. М.-Чолл. Улăх ман çине (= çие). Влезь на меня. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (я задумался о доме). N. Çӳлĕ тăв çине эпĕ хăпартăм, çăмăр шывĕ çине эп ярăнтăм. К.-Кушки. Унтан Манкăлтăкне михĕ çине вырттарнă та, Атăл хĕрне илсе кайнă. Альш. Тăранттас çине улăхса лартăмăр. Истор. Ачасем, яланах чăн малтан тăшмансем çине хăвăр кĕрĕр. Якейк. Эп сана алăк çине çыртарттарăп (дам писать). Кан. Кашни тавар çине хакне кăтартса хут çыпăçтарса хумалла. Сенг. Ана çине çитрĕмĕр те (пришли на загон), выра пуçларăмăр. N. Кайсан-кайсан, çитрĕç пĕр кĕпер çине (пришли на мост). Б. Яныши. Мана юман çине веххă тытса тăрма хушса хăварчĕç. Меня оставили на дубе, велев держать веху (вешку). Малды-Кукшум. Тарсассăн, вăрмана çитсен, вăсам пит лайăх курăк çине çитрĕç (пришли на место с очень хорошею травою), тет. N. Çаран çине (на луга) çитнĕ те, выртса çывăрнă. Чăв. й. пур. 20. Паттăр çине паттăр тата тупăнат. На богатыря найдется другой богатырь. Ск. и пред. чув. 14. Иртрĕç çимĕк вăййисем, тухрĕ халăх ут çине (на сенокос). Ib. 96. Сетнер амăш ахлатса сĕтел çине пуçтарчĕ. Кан. Хаçатсене улăмран тунă хут çине çапма пуçланă. Газеты стали печатать на бумаге из соломы. ТХКА 105. Шăла çыртса, мĕн пур вăйпа ывăтрăм пурта тикăр çине. Орау. Атăл çине ĕçлеме кайнă. N. Пĕрин çине (в одном письме) вунпилĕк пус укçа янă. Кан. Ĕлекçи çине кил-çурт куçараççĕ (переводят). Тораево. Тинĕс çине çитсен... Кан. Укçине тавар çине ярса пĕтернĕ. Деньги истратили на товар. Пазух. Уйрăлнă чух эпир те уйрăлтăмăр, кантăр çине ӳснĕ те пуса пек. Кан. Ункă шывĕ Çалав (= Çавал) шывĕ çине юхса тухать. Ib. Вакун çине кĕртнĕ чухне 9 лаша вырăнне 11 лаша пулать-тăрать. N. Каçа эпĕ ăна стаккана янă шыв çине ярап. Янтик. † Анне мана çуратрĕ, шур пӳспелен чӳркерĕ, сăпка çине вырттарчĕ. Ала 6. Апат çинă чух апат çине пĕр симĕс шăна пырса укрĕ, тет. Юрк. Кĕрпене сивĕ шыв çине ярса пĕçермеççĕ, тӳрех вĕресе тăракан шыв çине ярса пĕçереççĕ. М.-Чолл. Патшан пуçĕ мăй таран çĕр çине кĕрсе карĕ, тет. Альш. Иван çăпата кантри таран кĕмĕл йĕтем çине анса каят, тет. Скотолеч. 6. Пилĕк стаккан йӳçĕ кăвак çине пĕр стаккан тăвар ирĕлтерсе параççĕ (лошади). N. Пир хутаç çине чиксе çĕлесе яр. Зашей в холщевый мешок. Панклеи. Тоххĕр (= тухрĕ) те, кӳме çине ларса карĕ (солдат). Баран. 107. Ват ама (матка) çинех çамрăкки тухас пулсан, иккĕш çапăçа пуçлаççĕ. N. Такмак çине тултар. Микушк. † Пĕччен тăрна вĕçет улăхалла, хăва çине ӳкет (спускается в тальник) — кăшкăрать. Бгтр. Хĕвел тухса пĕлĕт çине (в облако) ларсан, çав кун çăмăр пулать, теççĕ. Кан. Бедуинсем çине (в бедуинов) тупăсемпе пенĕ. N. Усем çине пертермеççĕ. В них стрелять не позволяют. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаска (салазки) çине вырнаçас çок (не уместится). Баран. 20. Пирĕн çие килсе кĕчĕç ушкăнпа. Ib. 36. Сиен çине сиен курса пынă. || Средн. Альш. † Тăхăр ял хĕрĕ пĕр çĕрте, тăхăр ял хĕрĕ çийĕнче пирĕн ял херĕ илемлĕ. || Относительно, о, об. Бур. † Пăшăл-пăшăл сăмахсем, пирĕн çире мар-ши çав. См. çинчен. || На средства (чьи). Якейк. Эп она хам çиран вĕрентрĕм. Я учил его на свой счет. Вăл она хăй çинчен вĕрентрĕ. Он учил его на свой счет. || Выражает повторение. Бес. чув. 6. Çапла унăн ялан ĕç çине ĕç тупăнса пымалла пулнă. Дик. леб. 48. Вăл усал сăмах çине усал сăмах, темĕн те пĕр каласа тăкнă. Кратк. расск. 19. Эсир мана апла хуйхă çине хуйхă (горе за горем) тăватăр-çке (причиняете), тенĕ. СТИК. Унта çынсем питĕ тачă ларса тухнă: ял çине ял, ял çине ял пырат. N. Хĕрарăмсем ватнă çине ватаççĕ. N. Халĕ пĕтĕмпе туй çине туй, пулать. Теперь все играют свадьбы: свадьба за свадьбой. || Выражает непосредственное следование во времени. N. Çав сăмахсем çине (лишь только были сказаны эти слова) тилĕ чупса çитнĕ. Кратк. расск. 27. Ку иккĕмĕш тарçи сăмахĕ çинех тата виççĕмĕш тарçи чупса та çитнĕ. N. Ача çине (на поминках по умершем ребенке) чăхă анчах пусаççĕ, е çăмарта кăна пĕçереççĕ. N. Вилсен, çын çине выльăх пуссан... N. Ĕç çине çитетпĕр. || В придачу к... N. Кĕсри çине 80 тенкĕ панă (придачи?). N. Эпĕ çине икĕ картăчкă илтĕм. Н. Сунар. Хуняшшĕ хĕр çине (в приданное за дочерью) нумай тавар панă. Торп-к. † Пичи мана йоратать, ола кĕсрине парас, тет, çине тьыха парас, тет. || Употребл. в чувашизмах. Чума. Унтан, тăватă кун çине кайсассăн (на четвертый день) вара ăна пăртак çăмăлтарах пулнă. N. Хăна хурлăх пулас çине вăтанăçлă ан пул. Не будь стыдливым во время... Ст. Чек. Аçу çурчĕ çын çине кĕрĕ. Дом твоего отца достанется чужим. Юрк. † Улма йывăç лартрăм çул çине, савнă тусăм юлчĕ çын çине. Ib. Кун чухлĕ ача-пăчасем çине (на такую уйму детей) епле çын сана качча пырас?! Никам та пырас çук-çке! N. Эсĕ этеме чунне çухатас çине пултарман, Эсĕ ăна хăвăн сăмаху тăрăх пурăнса ĕмĕрхи чĕрĕлĕхе кĕмешкĕн пултарнă. N. Кам выçă, вăл килĕнче çитĕр: айăпа кĕрес çине пуçтарăнмалла ан пултăр. N. Сире вăтантарас çине калатăп. N. Эпир пĕтес çине иккĕленекенсен хисепĕнчисем мар. Качал. Хĕре калать кучĕрĕ: манăн çине кала: çакă çăлчĕ, тесе. Кучер говорит девице: скажи на мени, что я тебя спас. ЧП. Сире савмас çине, те, килместĕн. N. Унăн ачи-пăчисем пĕтес çине анчах пулччăр. Яргуньк. Ваньккă çиттĕрĕ-кĕчĕ, тет, çаксем çине. Сред. Юм. Çын çине тохма вăтанать. Стыдится бывать в обществе людей. Яргуньк. Çав кукша карчăкăн упăшки, ула кайăка çапас тесе, карчăк пуçĕ çине çапрĕ, тет. N. Халăх çине тухма пултарать, хутсем çине алă пусма та пĕлет, тенĕ. N. Çитменни çине (вдобавок) куланайĕпе аптăраса çитрĕмĕр. Вомбу-к. Ăснă сăра çине, пиçнĕ яшка çине ĕçме-çиме аван полтăр. (Сăра ĕçме кайнă чохне çапла каласа яраççĕ). Бугульм. † Ял тавра тытнă укăлча ял çине хула пулинччĕ. Кан. Çавăнта вăл çĕре тавлашакан ялсем çине, çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. Ib. Вăл вăрман виçĕ ял çинĕ юлчĕ. Этот лес остался во владении трех деревень. Ск. и пред. чув. 35. Сăмахĕ çине тăчĕ-тăчех (сдержал свое слово) çамрăкрах вăтам çынĕ. Альш. Хай каллах чăваш тумтирĕ çине тавăрăнар-ха. Опять вернемся к вопросу о чувашском костюме.

çиялта

(-да), наверху, на поверхности. Шел. 49. Пĕр-ик черкке парсассăн, пирĕн кăмăл çиялта. См. çиелте.

çие юлни

(-νиы), зачатие. Тхĕйп. Ĕлĕк чăваш арăмĕсем çие юлсан мĕнле пурăнмаллине (как вести себя) пĕлмен. Сред. Юм. Çие йолнă тесе пĕтĕленнĕ тессине калаççĕ. Альш. Çие юлчĕ. Произошло зачатие. N. Çие юлни пĕр уйăх. Уже месяц, как произошло зачатие.

çиелте

(-дэ), наверху. Виçĕ пус. 12. Фосфоритсем вĕсем çĕр айĕнче çиелтерех тĕл пулкалаççĕ. Лашм. † Аялти те улача, çиелти те улача, пĕр-ик черкке эрех парсан, пирĕн кăмăл çиелте (мы вполне довольны).

çине пар

дать в придачу. Урож. год. Çине парать: пĕр лаша, виçĕ сурăх, пĕр ĕне (дает в придачу, отец невесты). КС. Çине патăм, çине илтĕм (в придачу).

çине-çине

несколько раз, один за другим, часто, то-и-дело. В. Олг. Çине-çине тортма йорамас. Ст. Чек. Майкка! Майкка! Майкка! тесе каларĕ, тет, çине-çине. Произнес несколько раз без перерыва: Маша! Маша! Маша! Ib. Вăл сире хăнана пыма çине-çине каларĕ (несколько раз сказал и настоятельно). N. Ашшĕ исвуса кайнă чухне çок ĕçе тума çине-çине каласа хăварчĕ. Орау. Пĕр сăмахах çине-çине каламаççĕ вăсам. ТХКА 5. Çиие-çине тухтăр патне каяймарăм.

çинче

(с’ин’ζ’э, с’ин’џ̌э), вм. çийĕнче— в, на (чем), на поверхности (чего). Качал. Йăвам çинче çăмартам, çăмартам çинче чĕпĕм пур. Регули 1120. Çĕнĕ сăхман он çинче (на нем) паян. Ib. 1117. Йăвăç çинче ларать. Ib. 183. Вăл киле килнĕ çĕрте, çол çинче, окçа топрĕ. Самар. † Ула-чăпар кĕпесенĕн шурри çинче, камăн алли витĕр тухнă-ши, çинче (= çинçе), пĕрти, пилĕклĕ, хура куçлă, камăн арки çинче йăванса ӳснĕ-ши? N. Пăрусем сĕлĕ çинче çӳреççĕ. Орау. Масар çинче унта-кунта анчах пытарнă вилнĕ çын тăпри тĕмисем курнаççĕ. На кладбище видно несколько свежих могильных холмиков. Ib. Масар çинче юр айĕнчен хĕлле пытарнă вилнĕ çын тăпри куписем туха пуçларĕç. На кладбище показались из-под снега свежие могильные холмики. Ib. Атăл çинче кĕпер тунă çĕртре ĕçлеççĕ. Четырлы. † Лаша вăйĕ пӳлмере, кристянсем вăйĕ çĕр çинче. К.-Кушки. Кам унта сăмавар çинче курăнат? Кто это там на поверхности самовара (т. е. отражается) Ib. Кам унта ларат сăмавар çинче? Кто это там отражается на поверхности самовара. N. Вăл (он) хăй сăнин кĕлеткипе куç-кĕски çинче (в зеркале) пăхакан çын евĕрлĕ. Шинар-п. Пӳртĕнче тăта вĕсенĕн алăк панче пĕрене çинче пĕр шăтăк пулнă. О сохр. здор. Вĕсен ырашĕ çинче тата пукра та нумай пулать. Собр. Çĕр çинче çуралать, вăт çинче тĕне кĕрет, шыва курсаннах вилет. (Тăвар). Б. Ильгыши. Йăви çинче çăмарти пур, çăмарти çинче мĕн пур? — Çăмарти çинче чĕпĕ пур.— Чĕппи çинче мĕн пур? — Чĕппи çинче йăпах тьыха пур. Никит. † Виç ял çинче виç варличчĕ, илес тени пĕреччĕ. (Солд. п.). Собр. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, ушкăнĕ çинче пĕри шупка. N. Çав хуранта пăта çара çу, сĕт çинче пĕçереççĕ, çăмарта та нуммай яраççĕ. Кан. Укçа шăпах тавар çинче тăрать. Все деньги в товаре. Ib. Ытти заметкусем çинче вак ĕçсем çинчен çырнă. ТХКА 71. Вакун çинчех, тырă илсе тавăрăннă чух, атте вилнĕ, тет. N. Хирте пулă çинче тулли пучахсем те, пушшисем те пур. N. Эс янă пиçмо çинче çирĕм пус окçа илтĕм. Орау. Такана çинче пăрçа кустăраççĕ, те пăрçа куккăли тăвасшăн, темскер. Н. Карм. † Уйрăлнă чух эпир уйрăлтăмăр, кантăр çинче ӳснĕ пуса пек. Юрк. Йĕс кĕлетре шăналăк, шăналăк çинче сарă хĕр. N. Ыраш çинче çӳпĕ нумай... N. Ыраш çинче пукра пур. Ядр. Виçĕ кун халсăр выртрăм та, тăват кун çинче (на четвертый день) чĕрĕлтĕм. N. Икĕ кон çинче. N. Кайран вара ăричаксемпеле çапса аран виçĕ кун çинче (на третий день) вĕлерчĕç, тет, çакна. (Из сказки). СВТ. Шатра таврашĕнчи ӳт тăхăр кун е вунă кун çинче (на 8-ой иди 10-ый день) пит хытă хĕрелме тытăнать. N. Икĕ витре ĕçсен, виçĕ витре çинче (когда выпьют 2 ведра и принимаются за третье). Кан. Малтан шыв çинче ишсе пырать. N. Çăвĕпе сирĕн е хĕвел çинче, е çумăр çинче, е сивĕ çинче çӳрес пулать. || Над. N. Хĕвел: эп ир тохрăм та, каçчен çĕр çинче çӳрерĕм, тет. N. Калакла çăмарта çинă чухне çăмартана чашăк çинче тытса çияççĕ. N. Шу çинче кайăксам вĕçсе çӳреççĕ. N. Сĕтел çинче шăнасам вĕçсе çӳреççĕ. Якейк. Алăк çинче хонар çакăнса тăрать. Над дверью висит фонарь. Сорм-Вар. Хура хĕр сасси ял çинче (раздается над деревней, или по деревне). Торп-к. Ывăлĕсем пырса пăхнă та, алăк çинче шĕшлĕ тăнине курсан, çĕн çĕре витрех тарнă, тет. || При, при наличии. Сала 275. Анне çинче пурăнтăм шурă сĕт çинчи хăйма пек. Али 70°. Патшапала çанат ячĕ çинче аттепеле анне ячĕ пур. N. Эпĕ сан çинче ырă куртăм, халĕ эпĕ кин аллине юлтăм — йĕп çине юлтăм. БАБ. Вилле пăрахса кӳрше кайса çывăраймастăн вĕт. Хăрасан та пулин ун çинче (при покойнике) иккĕшĕ çĕр каçнă, тет. Сред. Юм. Пит чирлĕ выртакан çын выртнă пӳртре хăй сӳнтермесĕр ларсан: çинче ларнă, теççĕ. Сунч. † Атте-анне çинче пурăннă чух тивлетлĕччĕ пирĕи пуçăмăр. Полтава 11. Хамăр пурнăç пур çинче усал çылăх пулас çук. N. Сарă лашам пор çинче, пока у меня есть Савраска. N. Хăвăнта хастарлăх пур çинче ан ӳркен. N. Çак тĕрлĕ пулман пулă çинче унтн çынсем ялан пулă кăна çиетчĕç. Хора-к. † Тунти пасар пор çинче хĕр пăхмасăр илес мар; çак ял хĕрĕ пор çинче пер (= эпир) те арăмсăр порнас çок. || Из. Собр. Шыва витре çинче ĕçсен, çылăх пулат, тет. || Из-за. Ала 16. Çавă хĕр çинче вăсен тавлашу пулнă. Тораево. Кайнă чух вăл виçĕ усал такмак çинче тавлашнине курнă. Ib. Эсĕ пире сут туса пар, эпир çак такмак çинче виçĕ çул тавлашатпăр. Синерь. Вăл вĕсене каланă: ма эсир вăрçатар? — Вăлсем каланă: курăнман калпакпа курăнман атă çинче, тенĕ. || Иногда употребляется при обозначении времени. N. Вилнĕ çыннăн ӳтне ир çинче (на утро) пытармалла пулсан... N. Ир çинче каллах иртерех тăраççĕ те, уя каяççĕ. N. Авăн çинче кайнă (во время молотьбы). N. Данил вилчĕ авăн çинче. Истор. Пĕрре Владимир çывăрнă чух Рогнеда ăна кăшт кăна çĕçĕпе чиксе вĕлереймен, лешĕ çинче (во-время) вăранса çĕççине туртса илсе ĕлкĕрнĕ. || Среди, в. Кан. Çирĕм пилĕк ача çинче начаррисем те пулнă. Ачач 65. Кантуртан килнĕ хута çав кунах халăх çинче вуласа кăтартнă. N. † Ялĕ-ялĕнче хĕрĕсем каччă çинче палăрмасть; хамăр ялсан хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть. Ау 269. † Тăват пилĕк пăрат (брат) çинче эпĕ кăна ытлашши. N. † Ах аттеçĕм, аттеçĕм, пилĕк чуну çинче эпĕ пултăм ытлашши. Турх. † Нумай ача çинче, ах, ӳсрĕмĕр, анчах пире ырă кун пулмарĕ. N. Ертел çинче пурте пулат. Альш. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăл кун килĕ. N. Халăх çинчи шута ăста пĕлекен çын сайра анчах. Собр. † Кӳрĕш-арăш çинче пурăнтăм, пĕр йăвари çăмарта пек. (Хĕр йĕрри). Ст. Ганьк. † Куçна шурă илсессĕн, хĕрсем çинче килĕшмест. || При названии городов и пр. на вопрос: где? Н. Сунар. Кам кайма охота çанти купир çинчи чипер Анастаçи ятлă хĕр сăнне исе килмешкĕн, уна çĕр тенкĕ парăпчĕ. (Из сказки). Панклеи. Вăсам çинчен Сорăмра мар, Кăрмăш çинчи чăвашсем, Самартисем те пĕлеççĕ. Ib. Сорăм çинче. Панклеи. Çакăнта мăн хола полнă. Çав хола çинче вăрçă тохса кайнă. Вăрçă тохсанах, холине çĕр çăтнă. (Из сказки). || На обязанности, на ответственности. Актăй. † Ĕçес, çияс хуçа çинче, пупляс, юрлас пирĕн çира. Угощенье на хозяине, а беседы и песни на нас (т. е. как бы составляют нашу обязанность). Ст. Ганьк. † Сакăр пирĕ — сарă сыппи, пилĕке çитми тусан арăм çинче. || О, об, относительно. N. Мĕн пур сăмахĕ — юмахĕ те пăрусем — вăкăрсем çинче анчах.

çинчен

вм. çийĕнчен — из. Çĕнтерчĕ З2. Кĕленче çинчен эмеле стаккан çине тăмлатать. Ала 16°. Атьăр часрах тухса тарар шыв çинчен, тенĕ (рыбаки). N. Эпĕ хам хаçат çинчен вуласа пĕлменччĕ, çынтан кăна илтнĕччĕ. Байгул. Эпĕ вăл кĕнеке çинчен пĕр сăмах хăвармасăр вуласа тухрăм. Альш. Ман ку сурăхсем çинчен хăшне пусмалла? ЧС. Вăл малтан кушилти çăмартасене сăват, ун çинчен кушил çĕклекене 25 çăмарта парат. || От. N. Вĕсемпе пĕрле киреметсене парне кӳме, е кĕлтума çӳремен; ку пурăнăç çинчен уйăрăлса çӳренĕ. || С, со. N. Сала-кайăксем анчах пĕр йăвăç çинчен тепĕр йăвăç çине вĕçсе çӳреççĕ. Моркар. Пăртак шăршласа пăхам ырнă çинчен (с устатку). || Через. ТХКА 91. Ваçли кӳме çине тăчĕ те, уй-хапхи çине урлă хунă кашта çинчен ялт сиксе каçса, çав кӳме çинех ларчĕ. Сам. 73. Чипер этем çинченех унăн чунĕ путланчĕ. N. Çурăм хыçне икĕ хул-пуççи çинчен туттăр çĕлесе çакаççĕ. Баран. 109. Çĕр ĕçлекен ĕнси çинчен темиçе тĕрлĕ вĕçен-кайăк тăранса пурăнать. N. Пор çӳллĕ çĕртрен сиктереççĕ, сапорсам çинчен, карлăк çинчен. || О, об. Сборн. по мед. Уйăрăм пичетлесе хăйсем çинчен тата уйăрăм кĕнекелле тунă. Регули 113. Ĕçлес çинчен онта поплерăм. Ib. 1095. Вăл ялан чăвашсам çинчен поплет. N. Хĕр çинчен хĕр çиекен хăй те каччă аллинче. Ст. Ганьк. Мĕшĕн шавлат çав халăх: чăн çинчен те шавларĕç, суя çинчен те шавларĕç. Кн. для чт. 56. Эпĕ сан çинчен пит усал тĕлĕк куртăм. || По (чему). N. Тинĕс çинчен утса пыр. Çутт. 54. Тин çунă юр çинчен киле кайрĕç. || По, за (сколько). N. Вăтăр тенкĕ çинчен. N. Тенкĕ çурă çинчен, по 1½ руб. N. Ку сĕлĕ пирĕн аллă тăххăр çинчен кăна кайрĕ. Мы продали этот овес всего по 50 коп. N. Çăнăхне хăй 1 Т. 80 пус. çинчен илнĕ пулнă, парасса 2 Т. çинчен пачĕ. N. Сысна аш 2 пус çинчен сотат. N. 600 тенкĕ çинчен. Кан. Улăмне торки туса 4 тенкĕ те 10 пус çинчен сутрĕç. Альш. Çитмĕл пилĕк пус çинчен килĕшрĕмĕр (сторговались за 75 коп.). Арзад. 1908, № 42. Кăтюк инке пасарта çăмартине 2 пус çинчен 10 çăмарта сутнă. || Над. N. Куç çинчен пульăсем вĕçеççĕ. Сюгал-Яуши. Сасартăк пирĕн ял çинчен хура тĕтĕм тухрĕ. || По случаю. Тогаево. Пĕр çĕре пыçтарăнса ĕç пĕтернĕ çинчен ĕçрĕç. Микушк. Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ. || При наличии. Чув. пр. о пог. 320. Аслати юр çинчен авăтсан, тырă пулмаст. Если гром гремит на снегу, урожая не будет. || Сверх, того, кроме того; сверх, в придачу. Чăв. й. пур. 25. Яккуне, çинчен укçа парсах, ратнике панă. Илебар. † Кĕштеклĕх те памасан, çинчен хамăр парăпăр. Регули 1529. Вăл пире ĕçтерчĕ, çитарчĕ, çинчен (çинчен тата) прер сом окçа пачĕ. Изванк. Тата çинчен ăштрав тутараççĕ, тата ăристанскине хупса лартаççĕ, N. Ĕçтерчĕ, çитерчĕ, çинчен (çийĕнчен) окçа пачĕ (сверх того). N. Пĕтĕм чун çĕкленсе каять. Ĕçлес мар çинчен ĕçлес килет. N. Пĕрре çапла тӳленĕ çинчен тата качака путекки парса янă. N. Тӳлев çинчен, сверх платы. || Поверх. Изамб. Т. Халат çинчен симĕс пиçикки çыхаççĕ. Утăм 20. Кĕпи çинчен жилеткă. ТХКА 50. Йĕвене атте сăхман çинчен пилĕке çыхрĕ. Альш. Çак хыçрисене пĕтĕмпе сукна çинчен кăларса яраççĕ (части украшения, висяшие на спине, выпускают поверх кафтана). || N. Эпир вăрçас çук çинчен мĕншĕн эсĕ çавăн чухлĕ халăха кăлăхах тертлентеретĕн? N. Ăна шанса пурăннă çинчен эпĕ аптăрамăп.

çи-пуç

внешность, наружность, внешний облик, одежда. КС. Çию-пуçу хуп-хура. Ib. Çина-пуçна тирпейлĕ тыт. Ib. Çийăнтан-пуçăнтан пахса пĕлĕç. Чăв. й. пур. 30. Çине-пуçне юрăхлă тумтир тăхăнман. КС. Çию-пуçун ним тирпейĕ те çук. Кратк. расск. 16. Çине-пуçне тирпейлесе, ырăрах тумтир тăхăнтартнă. Ерк. 11. Ашшĕне çеç калать — ыйтнийĕ пулать, çийĕ-пуçĕпе пĕрле кăмăлĕ те тулать. О сохр. здор. Çи-пуçпа урасене пĕр-пĕр япала тăхăнса тухма кирлĕ. М. Тув. Тумкă лаши — тур лаша, çийĕ-пуçĕ çара шуç. ЧС. Пуçра сывлăх пулсан, çи-пуçшĕн çын вилмеçт. Ib. Ырă пурнăçпа пурнаймарăм, çия-пуçа ырă тумтир кĕмерĕ, çын çине нумаях хутшăнаймарăм. || Одежда (то, во что одет). Городище. Ку çи-пуçпа çын куç умне курăнма намăс. Н. Исаково. Пирĕк хуçа майри пит лайăх çын: çи-пуçа та çусах парать. Наша хозяйка славный человек: стирает нам и белье. Ала 88°. Ачи-пăчисене çи-пуç тумлантарма та çук пулнă вĕсен. N. Çи-пуç нумай юлнă. N. Вăл халĕ те, пĕр тăлăха пăхса, çине-пуçне тирпейлесе пăхса усрать. N. † Лайăх çын ачине кам юратмĕ çине-пуçне лайăх тăхăнсан. Шел. II. 59. Çи-пуç та лайăх. Альш. Тумланнă лайăх: çире-пуçра — сукна, карттус, атă. Яргуньк. Çийăмра-пуçăмра татăк çук, ыр çын куç умне тăрăп. (Алшăли). Беседы на м. г. Куланай та, хырăç-марăç та парас пулат, çие-пуçа та питĕрес пулать (одеваться), çурчĕ-йĕрĕ те кирлĕ. Изванк. Çийă-пуçă аван пултăр. Одежда и внешность была бы приличноЙ. Ib. Ай-ай, апай, ай! апай, эсĕ нуммай çи-пуç туса, мана хĕрхенсе нумай усă эсĕ турăн. N. Çине-пуçне çĕтĕк-çатăк çакса çӳрекен. ЧП. Çийăр-пуçăр ыр улпут пак.

çивĕт

(с’ивэ̆т), коса (волосы). Зап. ВНО., Чертаг. Янш.-Норв. Хĕрсем кĕписене йӳле яраççĕ, çийĕчĕсене салатаççĕ, тата урисене те салтаççĕ те, ака-пуçне туртма хатĕрленсе тăраççĕ. Нюш-к. Хĕрсем пурте, çивĕчĕсене салатса, пиçиккисене салтса, чупса çӳретчĕç. N. Вăл пĕр сăмах каламасăр хăйĕн çивĕтĕ вĕçне кăтартнă.

çил

(с’ил’), ветер. Шумш. Çĕр çинче çил, вот, шу хăватлă, теççĕ. N. Ĕлĕк килте атей-апай калатьчĕ: кашкăр хăш ойăхра çилпе тăранать тетчĕç. N. Паян çил вăйлă. N. Çил çине кăларса, типĕтсе хур. Вынеси иа ветер, высуши и убери. Пухтел. Пĕр çил те çук. Совсем нет ветра. Изамб. Т. Кăçкăрсан та, çиле хирĕç (против ветра) нимĕн те илтмеççĕ. Ib. Пире çил майĕпе (по ветру) хыçалтан усĕр çын сассисем илтĕне пуçларĕç. N. Кашни конах ирсĕр çил тăратĕ. Ежедневно бывает сильный ветер. Сред. Юм. Çил тохакан çăвар пор, тет, çав çăвар конче (= кутĕнче) карчăк сыхласа ларать, тет, вăхчи-вăхчипе çав карчăк çил çăвар пăккине уçса пăхать, тет те, хăш чохне туххăмах питĕрсе лартать, тет, тепĕр чохне çил пит вирлĕ пырса çапăннипе нăмайччен питреймесĕр тăрать, тет. Çапла карчăк çил çăварне питреймен чохне çĕр çинче çил вăйлă пôлать, тет, вара. Ib. Пĕчик ачана тôла илсе тохсан, çил хыпать те, хăрăлтатакан пôлать. Ib. Çил туллать, бушует ветер (гов. прн сильном ветре). Ib. Паянхи çил сăкман витĕрех касать (гов. о пронизывающем ветре). N. Çил çăварĕнчех пурăнатпăр. Мы живем на самом ветру. АПП. † Çирĕк çулçи çил пулчĕ, хурăн çулçи хут пулчĕ. N. Утни-юртни сисĕнмеçт, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Якейк. Çил пек каять (пырать). Несется, как ветер. Чуратч. Ц. Хуçа лаша кӳлтерчĕ, тет, пĕр мих çăнăх, саккускă, эрек, илчĕ, тет те, Ваçкă патне çил пек карĕ, тет. Ст. Чек. Ку хурчăка чĕпĕ çине çил пек вĕçсе анчĕ. Сĕт-к. Çил вĕçтернĕ тосан пак тăвăп. Сделаю как пыль, носимую ветром. Т. VI. Эй турă, çилпе çакланнине çилпе сир. (Из моленья). Орау. Навус айĕнчи пăра (лед) айккисенчен çил çиса, юпа пек, юпа пек тăратса хăварнă, навусĕ тăррисенче çĕлĕк пек тăра-тăра юлнă. Ib. Çил çӳл енчен вĕре пуçларĕ. Подул верховой ветер. Ёрдово. Çав сехетрех çил йăвашлансан, прийомне чакарас пулать (на обдирке). Ib. Çил енчи чӳречесем пурте сĕмĕрлсе пĕтнĕ. Ib. Çил çине ан лар, вĕрĕлĕн (снова простудишься). Ib. Катка çил çинче ларса (стоя на ветру) пĕтĕмпех шултăркаса кайнă (рассохлась). Ib. Çил вĕрекен çĕрте (на ветру) ӳсекен йăвăç начар пулать. Ib. Пӳрт уммĕнче (в сенях) çывăрсан, çил тимĕ-ши (не продует ли?). Ib. Атăл çинчен (с Волги) çил вĕрет. N. Çилĕн çунат çук, шывăн турат çук. N. Çил çинче ан çӳре. Не ходи на ветру. Завражн. Çил хирĕçлеччĕ. Регули 1211. Он пак çилте каçмалла мар Атăлпа. Ib. 1079. Çак çилте каçмалла мар Атăл орлă. Бел. Гора. † Йĕтĕн пирĕ кĕпине сил вĕртмешкĕн тухрăмар (чтобы проветриться). Шор-к. Малтан, тохсанах, çил те пирĕн çиялахчĕ; кайран ял орлă çавăрнчĕ те, пирĕн паталла пыримарĕ. Скотолеч. 13. Çил тивмен çĕре (где нет ветра) тăратас пулать (лашана). N. Хăньтю пулсан, лашана çил çинче тăратма (оставить на ветру) юрамасть. Юрк. Çил пăркаланса вĕрсен, çумăр пулат. О сохр. здор. Çума юраман тумтирсене ялан çил çине кăлара-кăлара çакас пулать. Ib. Сивĕ çил çинче тăрсан, если побудешь на холодном ветре... Ib. Тарланăскер, çил çинех ларнă. В. Ив. Çитменнине тата çилпе сăвăрнă чух е çил килмест (не бывает ветра). Пазух. † Кĕпер çине шыв кĕрет, йĕтĕн кĕпине çил илет. СТИК. Çил вылят. Ветер гуляет свободно. Сунч. † Çӳлĕ тусем çинче çил вылять, çилĕ çĕре ӳксе çухалать. Арçури. Ват юмана çил ватнă, çĕмĕртсене çĕмĕрнĕ. Нюш-к. Хăрăк (беспорядочный) çил çăмăр çăвас вырăнне вĕрет. N. Хаяр çил, резкий, пронзительный ветер; назв. духа (его просят охранять хлеба от такого ветра). || В перен. см. N. Тата хăшĕ халăхшăн пит тăрăшас пек туйăнать, анчах унăн пуçĕнче çил çӳрет. N. Эсир апла çиле анчах калаçатăр (говорите на ветер, .т. е. попусту). Бюрганский. Эсир эпĕ каланă сăмахсене ан манăр; манăн сăмахсем çиле ан пулччăрччĕ. N. Пĕр апат çиетпĕр те, иккĕмĕшне çил хыпса тăратпăр, тенĕ салтак. N. Çил вĕрет — образное выражение; о тебе сказано, а ты не замечаешь. || Назв. божества 2-го-разряда. Сред. Юм. Н. Карм. Çиле така параççĕ, çил амăшне путек параççĕ. (Учук). Магн. М. 6З. Çил ашшĕ,— амăшĕ — хаярĕ,— инкекĕ,— синкерĕ,— çыхчи,— çоначĕ. (См. там же стр. 84, 89, 91). || Часть мельницы. Торх. См. арман.

çил-пĕр

ветры вообще. Рукоп. Чиркова. † Ампар хыçĕнчи хĕрлĕ мака мĕнле çил-пĕр вĕçтерчĕ-ши?

çил татăкĕ

(чит. т̚ады̆к’), ветерок. Орау. Ай-ай, паян пĕр çил татăкĕ те çук (нет ни малейщего ветра, т. е. полная тишина), шыв пĕртте хумханмасть, пăх-халь!

çилĕ

(с’ил’э̆), гнев, злоба. См. çил. Толст. Манăн лашана темĕн тĕрлĕ çилĕ килчĕ. N. Хăйсем салтака кайнă çилĕпе (с досады на солдатчину) лашисене пĕр хĕрхенмесĕр хĕнеççĕ. N. Çавăнпа, тăванăмсем, мăн кăмăлăра хăварăр, хăвăр çилле виçеллĕ тытăр, вăрçă-тавлашу ан кăларăр. Череп. Çилле хăваласа çӳремест. Не злопамятен. КАЯ. Çапла, аттерен чее сăмахсемпе çиллисене çавăрса ятăм. Ib. Ну, ĕнтĕ, халь çийĕнче çилли çавăрнчĕ, мана тин ватас çук (больше не будут бить меня теперь уж). N. Тем пек çилли килнĕ. Он очень рассердился. N. Ниçта çиллине шăнăçтара пĕлмен. Он был вне себя от гнева. Янтик. Урамра çавăнпа вăрçнă та, çиллине шăнараймасăр (будучи вне себя от гнева) хапха юпине персе аллине ватнă. Баран. 42. Кашкăрăн çилли килсе çитет, çивчĕ шăлне шатăртаттарма тытăнать. N. Ун çине те, пирĕн çине те кăлăхах кураймасăр çилĕ тытакан (питающим злобу) тăшмансене парăнми пулса пурăнма пар ăна. Алекс. Невск. Халăх хăйне кураймасть пулсан та, ăна çилле хумасăр Переяславлте çар пухса вĕсене пулăшма кайнă. N. Унăн çилли çавăрăнса (гнев прошел) кăмăлĕ йăвашланнă. Истор. Панăн çилли тулса çитнĕ. Пан воспылал гневом. Чем люди живы. Матрӳненĕн шалт çилли тулса çитет. Кама 47. Çилле тавăрас (отомстить). Ib. 15. Тумлан та тух эсĕ урама, çилле кӳрсе ан тăр кунта (не серди).

çын çилли чирĕ

назв. болезни. ЧС. Чăвашсем: çын çилли чирĕ пур, теççĕ. Вăл çакăнсан, пит шăнтать те пуса хĕстерсе ыраттарать, теççĕ... Кам-та-кам пĕр-пĕр çĕрте ятлаçнине курсан, çинчех, çиллисем ан çакăнччăр тесе, пĕр тăвар шăлĕпе пĕр ывçă кĕл кăларса тăкмасан (вĕçтермесен), вăл çынна çын çилли çакăнать вара, теççĕ вĕсем... Тата вĕсем кĕл вĕçтерес вырăнне пĕр курка шыв кăларса сапсан та юрать, теççĕ. Çын çилли ан çакăнтăр тесе, кĕл вĕçтернĕ чух, е шыв кăларса сапнă чух калаççĕ: çавăнпа çавсем вăрçнă çĕрте çӳрерĕм; çавăн çилли çакăнчĕ пулĕ, е унăн çилли çакăнчĕ пулсан та (кунта вăрçаканĕсенĕн ячĕсене калаççĕ), сирĕлтĕр, çак кĕл епле вĕçсе каять, çавăн пекех вĕçсе кайтăр, теççĕ. Çын çилли çакăнсан, вĕсем вĕревçе илсе пырса вĕртеççĕ, вĕртсен вара, каять, теççĕ. (Рассказ чувашина о том, как лечил его вĕрĕвçĕ от çын çилли). Вăл малтанах пĕр курка шыв илсе, ман пуç тавра темĕскер пăшăлтатса каласа виççĕ çавăрчĕ те, чӳрече виттĕр тулалла тăкрĕ. Çапла виççĕ курка пуç тавра çавăра-çавăра тăкрĕ. Унтан вара пĕр сăра курки шыв илчĕ, унта тăвар ячĕ те, шĕшлĕпе хайăрса, шывĕ çине сура-сура вĕре пуçларĕ. Вĕрме ак çапла пуçласа кайрĕ: е пĕсмĕлле, пĕр турă! Турăран ырлăх, этемрен сиплĕх; кун таврăнать — таврăнтăр, çĕр çаврăнать — çаврăнтăр; Атал урлă, Сăрă урлă килнĕ юмăç-карчăк, çавă вĕрет, çавă сурать... тет. Тата урăх та нумай каласа кайрĕ те, пурне те илтеймерĕм. Вĕрсе пĕтерсен сăра куркинчи таварлă-сурчăклă шывне мана ĕçме пачĕ. Шывне çăвара чикме çук, тăварлă, çапах та пулсан ирĕксĕрех ĕçсе ятăм.

çилĕм

(с’ил’ э̆м), невод. Н. Карм., Хорачка. Корамыш. Çилĕм, невод; бывает длиною от 100 до 300 сажен, шириною З саж. Регули 13. Пол тытма вăл çилĕм исе карĕ. N. Атăл çине пĕр çын полă тытма çилĕм карнă, тет. Альш. Çилĕме шултăра çипрен çыхса тăваççĕ. Ăна сĕрнĕ чухне шывăн икĕ хĕрринчен урлă-каçах туртса пыраççĕ. Сĕвере, Етременре туртаççĕ çилĕме. Ib. Пулăçăсем пулла тытаççĕ: çилĕмпе, тетелĕпе, атмапа, шакпа, сĕрекепе, маратапа.

çилленчĕклĕ

то же, что çилленчĕк. Якейк. Санашкал çилленчĕклĕ çын сахал поль, пĕр сăмах каламалли те çок, кăçкăрса тăкать! См. çиленчĕк.

çимен вăййи

назв. игры. Кр.-Чет. çимен вăййи. Пĕр-пĕр çĕре пĕр йопа лартаççĕ, йопаран пĕр вĕрен çыхаççĕ. Йопа котне ачасам хăйсен томтирсене, карттуссене прахаççĕ. Пĕр ача вĕрен тăрăх йопа тавра саламатпа чопса çавăрнат. Вăл йопа котне томтирсам илме пыракансене аллинчен саламатпа çапать. Хоралçă пор томтирне те вăрлаттарса пĕтерсен, ачасам икĕ рет тăраççĕ те, он хошшипе хоралçа кăлараççĕ. Онта вара ăна порте вый çитнĕ таран пасăр çапнăшăн çапаççĕ.

çимĕк

(с’имэ̆к), назв. праздника, семик. Орау., К.-Кушки. Байглыч. Çимĕк, последний четверг перед троицей; в этом день проводили обязательное поминовение умерших. См. Магн. М. 185. Н. Седяк. Çимĕке чăвашсем эрне каç тăваççĕ, тройтсă умĕн. Çак каç вилнĕ çынсем киле таврăнать, теççĕ. Çăмарта пĕçереççĕ, кашни вилнĕ ачана пĕрер, çак çăмартасемпе выляса çӳрет, теççĕ. Хурăнташсене пуçтараççĕ, вара ĕçеççĕ, çиеççĕ. Хурамал. Çимĕке, акана иртерех пĕтерсессĕн, вырас çимĕкĕ умĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ, акана час пĕтереймесессĕн, вырăс çимĕкĕ (троица) хыçĕнчи кĕçнерникун тăваççĕ. Аттик. Вĕсем пуринчен ытла çимĕк тенине мункун иртсен çичĕ эрнерен виçĕ кунччен пĕтĕм ĕçĕсене пăрахса уяççĕ. Тайба-Т. † Çимĕк çите пуçласан, хĕр пуçтарăнат урама; Хăят (назв. ярмарки в с. Кияти) çите пуçласан, хĕр саланат урамран. Сред. Юм. Çимĕке вилĕсĕм пыраççĕ. (Çимĕк ыран чôхне, ратил ыран тенĕ чохне, вилĕсĕм хăйсĕм вилнĕ киле пыраççĕ, тет). Якейк. Первайхи çимĕкчен çиччĕ шăва кĕрсен, е çич тьыха корсан, çын тепĕр çолталăкчен лайăх порнать, теççĕ. Ib. Çимĕкре пусăк пир кĕпи полсан та, çĕнĕ полтăр, мăнконта çĕтĕк полсан та, шорă полтăр. Регули 1198. Çимĕк тĕлĕнче килимарĕ вăл. Ib. 1188. Çимĕкренпе сумар выртать. Ib. Çимĕкчен онта порнатăп. СПВВ. ИА. Çимĕкрен чăваш хĕрĕсем вăйя тухаççĕ (начинают устраивать хороводы). Шурăм-п. Çуркунне, çемĕкчен шыва кĕме пуçларăн пулсассăн, çичче çитиччен кĕр, ахаль лайăх мар. Çимĕкчен е пĕртте кĕрес пулмасть, е çеччĕ кĕрес пулать. Ильково. Çимĕк виç эрне юлсан, çамрăк ачасем выляма пĕр-пĕр пушă вырăна тухаççĕ. N. Çимĕк çитеччен çиччĕ шыва кĕрес пулать, теççĕ. С. Дув. Çимĕк вăййи çичĕ эрне каç выляни килĕшет. Собр. † Çимĕк çич кун, терĕçе, çимĕк çич кун, терĕçĕ, ма çич эрне килмен-ши, ма çич эрне килмен-ши. ТХКА 34. Çимĕк сăрн ĕçме кăçал эпĕ хам арăмпа кукки патне карăм. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем: чарасах, терĕç. Т. И.-Шем. Вилнĕ çынсене çимĕкре хывас йĕрке. Çимĕк çитес умĕн вилнĕ çынсене сăра туса хураççĕ. Вăл сăрана çимĕкре ĕçмелли сăраран ăрасна тăваççĕ. Унтан çимĕк умĕн кĕçнерникун ирех икерчĕ пĕçереççĕ. Чăн пирвайхи икерчине хуçа арăмĕ алăк патне чашкăсăр, çуртасăр, ахаль анчах вилнĕ çынсене хывать, унтан икерчине çемйипе ларса çиеççĕ. Сăра тунă чух та, ăсли ĕлкĕрсен, ăслине малтан вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсем ĕçеççĕ, сăра сĕрнĕ чух та çапла тăваççĕ. Кăнтăрла сулăнса каçхи апат енне кайсан, кашни килĕре хăйсен çемйисемпе мункунти пекех алăк патне çуртасем çутса сĕтел лартса хываççĕ. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ, унтан хăйсен килĕсенче хăйсен çемйинчи вилнĕ çынсене хываççĕ. Унтан каçхи апат тĕлĕнче кашни килĕрен икшерĕн, виçшерĕн лаша кӳлсе урапа çине, тарантас пуррисем непременно тăрантас çине минтерсем хурса ларса, лакăмпа сăра илсе, эрек илсе, масар çине каяççĕ. Масар çинче ăратни-ăратнипе хăйсен вилнĕ çыннисене пытарнă тăприсем патне пырса хываççĕ. Кашни ăратне хăйсен вилнĕ çыннисене ытти çынсен вилнĕ çыннисенчен ăрасна çĕре — пурте пĕр çĕре пытараççĕ, çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. Хываççĕ тӳрех çĕре, çимĕçпе пĕрле тата, камăн пурри, симĕс сухан хывать, унтан эрекпе сăра хываççĕ. Кашни татса пăрахмассерен вилнĕ çынсене асăнса: çавăн умĕнче пултăр, çавăн умĕнче пултăр, эпĕр асăнатпăр, эсĕр ан асăнăр, сĕт-кӳлĕ пултăр умăнта, теççĕ. Унтан вара çавăлтех ăратнипе ларса ĕçсе çиеççĕ; ĕçеççĕ ӳсĕрĕличченех, вара çĕрле пулас умĕн таврăнаççĕ. || Троица. Череп. СТИК. Çимĕке (к тронце) пурте сăра тăваççĕ. Ib. Çимĕк иртсен хыт-сухана тухаççĕ. Т. IV. Çăва çине çимĕке кайса, вилнĕ çынна асăнса ĕçсе-çисе юрламасан, ташламасассăн, вăл выртнă чухне те хурлансах выртат (ему бывает горько), теççĕ. || Назв. однодневной ярмарки. N. Çимĕк нумай полат: Микон-кон (9 мая) çимĕк, Хораç-ту (Вознесение) çимĕк, Явăш-кон çимĕк (за три дня до троицы) Троски-кон çимĕк (в день троицы). Якейк. Сар-кайăк, сар-кайăк, йăмăксене кортăн-и? Корсаттăмч, калаçсаттăмч, çимĕкрен çимĕке чопатьчĕç. В. С. Разум. КЧП. Халăх утать çимĕке хуп-хура та шап-шурă. || Назв. рыбы. Шибач. См. çимек пулли.

мăн çимĕк

, назв. праздника, четверг перед троицей. Чертаг. Мăн çимĕк валтанхи кĕçнерникон полать (бывает перед троицей). Кĕçĕн çимĕк тепĕр кĕçнернире, пĕр эрнерен (через неделю после троицы). Кĕçĕн çимĕкре ваттисене хываççĕ, оличана тôхса пухăнса, вот хорса, шăппăр каласа ĕçеççĕ, ташлаççĕ.

çимĕк каç

канун семика. Чăвшсем 21. Вăл тухатмăшсем çимĕк вăхăтĕнче пит алхасаççĕ, тет, çимĕк каç вĕсем пурте масар çине пухăнаççĕ, тет. Чуратч. Ц. Тухатмăшсен çимĕк каç пĕр-пĕр çĕре кайса çӳрес пулать, тет. Унсăрăн усалсем, каçхине пырса ăна вĕлереççĕ, тет. Ильмово. Тата çав симĕк каç кашни килтен сăра, эрек, тата тĕрлĕ çимĕçсем илсе масар çине вилнисене хывма каяççĕ. Вăсем çимĕçĕсене илеççĕ те, харпăр хăй тăванни тăпри çине тураççĕ. Туранă чухне ак çапла сăмахсем калаççĕ: акă сире тĕрлĕрен çимĕç хыватпăр, тата сăрапа хыватпăр, çак çимĕçпеле ĕçсе-çисе хавăнса (савăнса?) ташласа кайăр, эпир сире асăнар, эсир пире ан асăнăр. Пĕлни пулĕ, пĕлменни пулĕ, эсир ан асăнăр, ваттисем çамрăккисене валеçсе парăр. Пĕр турамран пин турам пултăр, теççĕ. Унтан вара эрексем, сăрасем ĕçеççĕ, тăпри çинче купăс каласа ташлаççĕ. Ĕçсе усĕрĕлсен, киле тавăрнаççĕ.

çинçе

(с’ин’з’э), назв. старинного чувашского праздника. См. Магн. М. З5. Рекеев. çинçе. (Вăл) вунçиччĕ çапсан пуçланать (когда долгота дня 17 часов), вуник куна пырать; в это время всякие земляные работы, не только пашня, но и распахивание огородов, рытье ям, воспрещалнсь (çĕре тапратмалла мар пулнă); хĕрлĕ, кăвак улача тăхăнмалла мар, шурă тăхăнмалла, хĕвел анас патне çитиччен вут чĕртмелле мар. Юрк. Пирĕн ял çула, çимĕк иртсен, пĕр эрне хушши „çинçе“ тăват. Çав çинçере çынсене нимĕн те ĕçлеттермеççĕ, ахаль анчах тăма хушаççĕ. Ялта кам-та-пулинскер пĕр-пĕр ĕç ĕçлесен, тырра пăр çапат, е урăх тĕрлĕ пĕр-пĕр сиен пулат, теççĕ. Авă çавăнпа çав çинçене тĕттĕм халăхсем питĕ хытă сых тытса тăраççĕ. Çав çинçере хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнтармаççĕ. Пурте шур кĕпе тăхăнса, хăйсем пеккисемпе пĕр çĕре пуçтарăнса, кам-та-пулш пĕр-пĕр ĕçлемес-ши, е тата хĕрлĕ е кăвак кĕпе тăхăнса. Çӳремес-ши тесе, ял тăрăх пăхса çӳреме каяççĕ. Иначе снимают с него, а одетых в красное и синее обливают водою. N. Çинçе бывает после троицы. Çинçене кĕнĕ, çинçе каласа çӳренĕ (обьявляли, чего нельзя делать во время çинçе). ДФФ. Çуракине пĕтерсен, ик-виç эрнерен çинçе праçникне тăваççĕ. Вăл праçнике пĕтĕленнĕ çĕре хисеплесе тăватьчĕç. Çинçере çĕре сухалама, тăпра чавма, çĕре шалча е юпа лартма юрамасть, тетчĕç, кăвак кĕпе, хĕрлĕ кĕпе тăхăнмастьчĕç. хуралтăсем тăрне улăхма чаратьчĕç, хĕрарăмсем хура кĕпе-йĕме çума каймастьчĕç. Ib. Вăл праçнике (т. е. çинçене) пĕтĕленнĕ çĕре (беременную землю) хисеплесе тăватьчĕç. Шурăм-п. Çинçе чухне вылясан, кулсан, шăхăрсан, купăс-мĕн каласан, тырă пулмасть, теççĕ. Ск. и пред. чув. 70. Икĕ пĕр пек пĕрлешсен, шеп те пулĕ туй! теççĕ: çинçе хăçан çитĕ-ши? епле вăхăт ирттерес. Сред. Юм. Çулла, пĕр-ик эрнене çинçе чараççĕ. Он чохне çĕр чавма, тăла пôсма, кĕпе çума, тирĕс тăкма, тăта ытти ĕçе те тума йорамас. Ib. Майпа июнь уйăхĕнче çинçе чараççĕ. Ун чôхне çĕр чавтармаççĕ, тăла пôстармаççĕ, тирĕс тăктармаççĕ. N. Унтан тата, çимĕк иртсен, икĕ эрне çинçе праçникĕ тунă (делали); ун чух вăл праçникре нимĕн те ĕçлемен, çывлăх (= çылăх), тесе. Н. Седяк. Çураки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чавма хушмаççĕ, çак çĕр чавма юраман вăхăта „çинçе“ теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ. Собр. Çинçеччен çум çумласассăн, пăр çапат, тет. Çум çумлакан çыннине аçа çапат, тет. Тюрл. Ыраш пуç кăларнă вăхăтра стариксем пĕр çĕре пухăнса ана çине кайса пăхаççĕ. Кайса килсен, старастана: ĕнтĕ ыраш пуç кăларать, çинçе тăвас, теççĕ. Çав çинçене вăсем хисеплесе икĕ эрне ним тумасăрах ирттерсе яраççĕ. Çум çумлама та, тирĕс тăкма та, çĕр чакалама та хушмаççĕ. Çав ĕçсене тунине курсан: эсĕ халăх хушнă пек тумастăн, акă вăйлă çăмăр, е пăр çуса кайсан, сана халăхсем парĕç, теççĕ те, ĕçлеттермеççĕ. Кăвак кĕпесене те çума хушмаççĕ, кăвак кĕпесене çунине курсан, пичĕсенчен кĕпесемпе çапкаласа пĕтерсе, кĕписене çырмана пăрахаççĕ; сарă хӳрисене хĕретме те хушмаççĕ, хĕретнине курсан, сарă хӳрисене илеççĕ те, çырмана юпа çине çакса хурса, памаççĕ. Çула вăйлă çăмăр е пăр çуса кайсан: ку хĕрарăмсем çинçене хисеплемен пирки пулчĕ, тесе, вăрçаççĕ. Çапла вара вăсем йăвăр ĕçсене ĕçлемесĕр ик эрнене ахалех ирттерсе яраççĕ, Т. IV. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. (К этому КС приписал: пуçаххисем выçă пулаççĕ). Симб. Çимĕкчен виçĕ кун малтан çинçе праçникĕ пулать. СПВВ. ИА. Чăвашсем тырă шăркаланнă вăхăтра çинçе ятлă праçник тăваççĕ. См. çинче.

çип

(с’ип), нитка. Шорк. Çип, нитка (род. п. çипĕн — с’ибэ̆н’, дат. — вин çипе — с’ибэ). Альш. Ăна (т. е. маратана) та йывăç хулăсенчен тăваççĕ, мунчаларан, çипрен мар. N. Пĕр ӳкемре тăватшар çипĕн икĕ вунна. Пĕтĕмпе пĕр ӳкемре сакăр вуннă (80 ниток). Сред. Юм. Çип, çиппĕн (çипĕн), çиппе (çипе). Ib. Эп паян ик йĕке çип арларăм; ко эрнере пôрĕ вонпилĕк йĕке арларăм. Ib. Çип кăçтан çинçе, çавăнтан таллат (= татăлать): мĕн порĕ те (всего на все) пĕр ача çиçчĕ, ô та пôлса вилсе выртрĕ (и тот помер). Ib. Çиппе (пряжу) кăмакана хăвсан, саралнă пулсан: пиçнĕ, теççĕ, саралман пулсан: пиçмен, теççĕ. ЧП. Шурă мамăк çиппи. Пус. Инки! инки! шур çип кĕпи тĕртсе пар. СТИК. Кăçал сӳс ăнмарĕ: пĕрте çипе пымаст (авăрланă чух кĕскен-кĕскен туртăнат). К.-Кушки. Çип туртса тухнă, сметано (сшито) на живую нитку (на живушку). Ib. Пиншака çип туртса тухни-ха эс? Сметал ли ты пиджак? N. Çип татма та вăй юлмас; До того обессилеешь, что не можешь перервать нитку. N. Урлă çип (при тканье — нить утока). Бгтр. Çип хывнă (сначало было написано „хунă“) чух сарă çын пырсан, çип лайăх пиçет, теççĕ; хура çын пырсассăн, лайăх пиçмеçт, теççĕ. Ягутли. Хĕрарăмсем кăнчала арлама пăрахса çип çума тытăнаççĕ. Якейк. Çип çăмхаласа пĕтертĕмĕр те-хе, комман-ха. Ib. Çип çăмхалама пуçларăмăр (кăшкар çине). Кăшкар çине çамхалаççĕ, комаççĕ, колчалаççĕ, кĕр виттĕр илеççĕ, хĕç виттĕр илеççĕ, куç хăваççĕ, тĕртеççĕ. Кищаки. Çип сарри кăларни. (Малтан çип çине вĕри шыв яраççĕ, унтан кайса кивеççĕ. Это же в Яншихове назыв. çип сурчăкĕ кăларни). Ib. Çип пĕçерни' или 'Çип хывни. Малтан кĕллĕ шывпа йĕпетеççĕ те унтан кăмакана улăм сарса, кăмакана пăрахаççĕ е чӳлмекпе лартаççĕ; сахал хутăр чухне хуранпа та пĕçереççĕ, пĕçернĕ çиппе кайран çăваççĕ. АПП. † Хамăра курайман тăшмансен, çип пек çинçе çĕртен татăлтăр. || Шнур. Альш. Çип çапнă пек тӳп-тӳрĕ лартса кайнă вăл хурăнсене (березы посажены совершенно прямыми рядами). || Отвес. Мыслец. N. Çип — тӳрĕ йĕр ӳкерекен хатĕр.

çиплĕ

с ниткой. Шел. П. 6З. Шихаз. Анне вара пĕр татăк çăккăра çиплĕ йĕппе тăрăнтарса пачĕ. Собр. Пĕр шăршин ик хӳре. (Çиплĕ йĕп).

çип сôмĕ

счет ниток в пряже, численка в З или 4 нитки. Сред. Юм. Çип сôмĕ. Паян арлани ман пĕр виç сôмран та ытла мар пуль. См. сум, сăвăм.

çип çамçа хотни

намачивание пряжи для смягчения в растворе яиц или молока, мыла и пр. Якейк. Çип çуса килсен, çип çамçа хотаççĕ. Пĕр каткая шу толтараççĕ, онта вон хоттăр пуçне пилĕк çăмарта яраççĕ; çăмарта çок полсан, сĕт, сопăнь яраççĕ; çав каткая хоттăрсене толтарса çор талăк (= тавлăк) лартаççĕ, каран (= кайран) кăларса типĕтме çакаççĕ.

çип-çĕлен

красный тонкий червь, длиною от одного до полутора вершка; водится в болотах. Б. Аккоз. Çип-çĕлен çын ăшне кĕрет теççĕ; нумайăн кĕрсен, çынна вĕлерме те пултарать. Ст. Чек. Çип-çĕлен, червячок, неболыной, тонкий, живет в стоячей воде; попав в тело человека, вызывает опухоль. Слеп. Çип-çĕлен орана сăхать, тирет, шыçса каять (т. е. нога); орашне (= ора ăшне) шăтарса кĕрет. ДФФ. Тата ăншăрт ӳкнипе, çил хаярĕ ленкнипе, ие çыпăçнипе, е çип-çĕлен кĕнипе чире каять, тесе ĕненетчĕç. КС. Çип-çĕлен лаша хӳринчен (из конского волоса) пулать, теççĕ: урана кĕрсе каять те, ура юхакан пулать, теççĕ. Хурамал. Çип-çĕлен ăшăк шывра пурăнать. Вăл шурă, çип пек пулать, çурă аршăн тăршши; пĕр шит тăршшисем те пулаççĕ. Вĕсем çырмара хур-чĕпписем ăшне кĕреççĕ; хур-чĕпписем вара нумай пурăнмаççĕ, вилеççĕ. Шывра çӳренĕ чух çын урине кĕрет, теççĕ. Вăл ӳт ăшĕнче çиялтан кăна çӳрет. Ăна вара чăхха пусаççĕ те, чăхă ӳпкипе çавна çыхаççĕ; çип-çĕлен пулсан, çав ӳпке ăшне тухать, теççĕ.

çирăм

двадцать. См. çирĕм. ЩС. Çирăм тăватă пус, 7 копеек. Ib. Çирăм пĕр пус, 6 коп.

çирĕм

(с’ирэ̆м, Пшкрт. с’эрэ̆м), двадцать. Орау. Хутран-ситрен çирĕм — сирĕм пĕр çулхи те пулатьчĕ. Ib. Алра çирĕм пурне пулинччĕ, кашнине çĕрĕ тăхăнăттăм, тесе каларĕ, тет, тутар майри. Жалко, что на руках не 20 пальцев, на каждый палец надела бы по перстню,— сказала жена купца. Кн. для чт. I, 28. Вăл (воробей) пĕр сехетре хăй йăви патне çирĕме яхăн вĕçсе пырать. Я. Турх. Çирĕм пусалла. Ib. Çирĕм иккелле панă пулĕччĕ. Отдал бы копеек за двадцать. ЩС. Çирĕм пус (у др. çитмĕл пус), двадцать копеек. N. Çирĕм пилĕк пус, двадцать пять копеек. Орау. Пуçĕнче çирĕм пиллĕк çитмест. У него в голове не достает „двадцати пяти“ (т. е. он глуп, дурак). Юрк. Эсĕ миçе çулта? — Эпĕ çирĕм пĕрте (мне 21-ый год). N. Михели, авланнă çын, çирĕм саккăрта пулнă (двадцать восьмой год), Элекçей — вунпилĕкре (15-ый год). Б. Яныши. Пĕрре сорăхсам çитарма кайсассăн, çав тăвайккинчен çирĕм пĕр пус поçтартăмăр. N. Çирĕм пĕрмĕш, двадцать первый. Бюрг. † Çирĕм пĕрти ачасене çыраççĕ-çке шур хут çине. Капк. Ну, юлташсем, халь икĕ енчен те çирĕм , пĕршер. Мĕн тăвас?! N. Çирĕмрисем (по двадцатому году), вунтăххăртнсем (по девятнадцатому году). || Монета достоинством в 20 коп. М. Тув. Апай мана: хĕр пăх, тер, вуник тальăр çакнине; вуник тальăр çакни мар, вуник çирĕм çакни çук. || Мера пряжи, Сред. Юм. Ман хôтăр виç çирĕмлĕ пôлчĕ. См. çип çирĕмĕ. Ib. Çиппе çирĕмпе шôтлаççĕ.

çиç

(с’ис’), сверкать (о молнии), блистать, сиять. N. Çĕрĕпе çиçĕм çиçрĕ. Всю ночь сверкала молния. N. Çиçĕм йăл-ял çиçсе каять. N. Çап-çутă çутăпа çиçсе тăракан япала. КС. Вут, çапсассăн, çиçсе каять (искры от огнива). N. Аван-ĕçке çулра пĕр çуркунне, çурхи тумпа çиçсе тăнă чух. Турх. Çав кунĕнче (летом) хирте çеçке çиçет. || Пронадать, исчезать, таять. Турх. Мĕн пур хирсенчи юр çиçет, вăрман хĕрри те ешерет. || Сметать метлою с вороха сор, напр., колосья, соломинки и пр., провеять лопатой очищенное зерно вторично. Тюрл. Çиçмелли çолăк (особая метла из сука березы). КС. Тырă кăшăлне сăвăрса пĕтерсен, тасатма ăна тепĕр хут сăвăраççĕ, ăна: çиçес, теççĕ. ТММ. 1) Кăшăл çине çулăкпа шăл, 2) кĕреçепе çиç кăшăл хĕрринчен, З) çупса яр, засветить, 4) çиçсе çӳре, ходить с сияющим лицом; форсить. Изамб. Т. Ыраш кăшăлне сăвăрнă чухне çиçех тăраççĕ. Сверху ворох зерна на току метут метлою (çулăкпа), чтоби отделить падающие колосья и пр. от зерен. Сред. Юм. Итем варĕнчи тырра, арпинчен тасатса, шăпăрпа çиçеççĕ. Ib. Сарăм варĕ çинчи пучахсĕне шăпăрпа пуçтарса илес тессине: çиçес, теççĕ. Ib. Авăн çапнă чôхне кăшăл сурнă (= сăвăрнă) çĕртен пучахсĕне шăпăрпа çиçсе илеççĕ: çав çиçсе илнĕ арпана çиçнĕ арпа теççĕ. Орау. Тыр сăвăрнă чухне, пĕр хут сăвăрса пĕтерсен, тепĕр хут пĕчĕккĕн сăвăраççĕ, çавна: çиçет, теççĕ. Тыр çиçнĕ чухне тырри хăй те тасалса çуталать, теççĕ. Малтан мăннине сăвăрса пĕтерсен, вара малалла (дальше) кăшăл купи пулачченех çиçсе сăвăраççĕ. N. Кĕреçепе çиç кăшăл хĕрринчен. || Засветить, ударить. В. С. Разум. КЧП. Пирĕн атте пăтă çимессерен питрен çиçет. Кан. „Канаш“ пулман пулсан, вăл йĕркене питрен çиçсе ярсан та пĕлес çук. N. Çиçсе ярăп ак! Засвечу вот! || Бегать быстро. Якейк. Ачасам пирн пата çиçсе çитрĕç (васкаса чопса çитрĕç). Орау. Атя, çиç часрах. Ib. Туххăм çиçсе кайса килчĕ (сбегал в один миг). || Форсить, франтить. Турх. Хам çамрăк та халĕ эп, çиçетĕп; ваттăм çинчен епле шухăшлăп? Орау. Мĕн çиçсе çӳретĕн (сивĕре çӳхе япала тăхăнсассăн калаççĕ). Ишь как надел трепёхталку. N. Çиçсе çӳре, ходить с сияющим лицом, форсить.

çиçкĕнтер

(-дэр), дать оплеуху. Якейк. Çиçкĕнтерчĕ анчах. Дал здоровую оплеуху. Сред. Юм. Мĕн пĕрехмай ман хыçран ĕнĕрлесе çӳрен эсĕ? Пĕр лайăхрах çиçкĕнтерсе ярсан. Ib. Пĕр çиçкĕнтерсе ярсан ак! (= пĕр çупса ярсан ак). Ерк. 64. Эх, мур çăтасси, хам мар, çиçкĕнтерсе ярăттăм.

çит

(с’ит, с’ит’), достигать, доходить, доезжать, добираться, прибывать. М.-Чолл. Кăвак кашкăр калать: ан, çитрĕмĕр (слезай, мы доехали). N. Манăн (или: мана) киле çитесси инçе мар. Мне недалеко до дома. N. Вĕсем хулана пилĕк çухрăм çитсе кĕреймен. Они не дошли до города пяти верст. Сĕт-к. Орапая йăвăр тиярăмăр та, аран лăчăртаттаркаласа çитсе (çитрĕмĕр). N. Çитейместпĕр халĕ. Мы пока еще не доехали (до дома и т. д.), еще довольно далеко. ЧП. Икĕ усламçă килеççĕ, тарăн вара çитеççĕ. Çитин-çитмин мĕн тăвас, тавар илмесĕр юлас мар. Тим-к. Пуп çав вăхăтра киле çитнĕ, Украк часрах тухса тарнипе пупа çитсе çулăнса вара киле тарнă. Регули 1158. Вăл ман пата çитрĕ. Ib. Сан пата çитиччен килтĕм. Ib. 1127. Эп чӳркӳ патне çитрĕм. Чӳркӳ патне çитичченех шу тăрать. В. С. Разум. КЧП. Кĕркури çитнĕшĕн хĕпĕртесе, киле çитрĕç. Дошли до дома, радуясь тому, что Г. прибыл домой (с военной службы). Б. Яныши. Тăррисем хитре йоррисене йорлама çитеççĕ (прилетают). Баран. 86. Эпĕ хам çитес тенĕ çĕре çитсе пыраттăм. Изамб. Т. Пăр (град) карттус çине ӳкет те, пуçĕ патне çитеймест. Хора-к. † Ати кил-хошши çитмĕл отăм, çитмĕл отăма çитсессĕн атин килĕ полĕччĕ. (Свад. п.). Истор. Çар ертсе çӳренĕ чух вăл пĕр çĕртен тепĕр çĕре вĕçен-кайăк пек час çите-çите ӳкнĕ. N. Ыран тăват сехет тĕлнелле, завтра, приблизительно часам к четырем (тăват сехете — значило бы, чтобы в четыре часа быть здесь). || Догонять. Яргуньк. Кайсан-кайсан, çав лашана çите пырать (начал догонять), тет. Чураль-к. Лăпăрлă карчăк çите килет (догоняет, настигает), çӳхеме те çисе ячĕ, хама та çисе ярать. || Заставать, настигать. В. С. Разум. КЧП. Эпир авăн çапнă чух çăмăр çитсе çапрĕ. N. Ăшăмри чĕрем хускалчĕ, вилĕм хăрушăлăхĕ çитрĕ мана: хăраса чĕтĕресе тăратăп. Баран. 22. Вĕсем (гнус, насекомые) выльăха чĕрĕлех çисе ярасса çитеççĕ. || Доходить числом. Çутт. 142. Йăвăç пахчи пысăках мар, вăтăр ӳлмуççие анчах çите пырать (приблизительно доходит до тридцати корней). Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 11. Сакăр пине çитсе перĕнет вĕт вĕсен шучĕ. N. Чĕмпĕртн чăваш шкулĕ те, 1862-мĕш çулта пĕр ачаран пуçланса 1870-мĕш çулта 9 ачана çитсе, шкул хисепне кĕнĕ. N. Пилĕк тапхăрччен хĕрĕхшер хут, хĕрĕхе пĕрре çитми суран туса çаптарнă. Арзад. 1908, 54. Инке пĕр купăста йăранĕнчен 15 пуç, тепринчен малтанхине З пуç çитейми каснă. Кратк. расск. 26. Эпĕ çĕр çинче çӳре пуçлани çĕр вăтар çул ĕнтĕ; çапах аттем-аннем çулĕсене нумай çитеймест манăн кун-çулсем, тенĕ. Орау. Вун çичче çитесси манăн тата пĕр уйăх; вунçич çул тултарма манăн пĕр уйăх çитмест. Мне недостает до семнадцати лет одного месяца. Регули 906. Воннă ут патнех çите пыратьчĕ. Было лошадей с десять. || Дожить, „достукаться“. N. Тĕнче тăрăх кайма патнех çитрĕмĕр ĕнтĕ, тенĕ Иван Петрович, хăйĕн юлашки ĕнине хырçăшăн илсе кайсассăн. Дожили (достукались) до того, что пришлось итти по миру, сказал Иван Петрович, после того, как увели у него последнюю корову за подати. N. Ситмĕле çитрĕм. Мне исполнилось 70 лет. Савруши. Çапла ĕнтĕ юлашки кун патне çитеççĕ (наступает...). N. Вилĕм ĕçне çитетпĕр. || Переходить, заражать (о болезни). Трахома. Упăшки чирĕ алшăлли тăрăх арăмне те çитрĕ. || Посетить, побывать. N. Ваçан çав арçын-юмăç патне те çитнĕ (посетил). Курм. Эпĕ Москова та çитнĕ. Я был и в Москве. N. Миçе хулана çитрĕмĕр, хамăр ял этемми курман. Во сколькях городах побывали, а своих деревенских не встретили. N. Халер аллă яла çитнĕ. Холера посетила пятьдесят селений. Кан. Кун пирки ĕç сута та çитсе пăхрĕ. Это дело побывало и в суде. Юрк. Виç-тăват çул хушшинче ку виç-тăват приказа çитет (перебывал в трех-четырех приказах). Ib. Çитнĕ çĕрте çырла темĕн чухлехчĕ. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăш та тепĕр чухне (иногда) çитмес. N. Ун урлă калани çитнĕ. Шорк. Эпĕ шухăшлап та, çав авалхи çынсем сомаххи ман тĕлĕн (в отношении меня) çитсех пурать. Б. Яуши. Кушак çул урлă каçсан, ĕмĕтленнĕ ĕмĕт çитмест, теççĕ. (Поверье). Ала 62°. † Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăш шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр. || Доставаться; постигать. Хĕн-хур. Çынна хĕн-хур тăвакана тивлет çитмест (не даруется). Ст. Ганьк. Çав ылттăн хурт пылне хăçан та хăçан йӳçĕ çитерĕ, çавăн чухне çак çынна йӳçĕ çиттĕр. N. Мана мĕн çитсе ларчĕ, çавна эсĕ те асăнтах тытса çӳре. Ман çине çитни сан çине те çитмелле. N. Ĕçе тӳррипе тумасан, сирĕн çине ун çилли çитĕ. N. Сан суту пĕр сехетрех çитрĕ, тийĕç. N. Ăна та мĕн те пулсан çитĕ-ха. N. Кам пире çитнĕ инкекрен хăтарĕ-ши? || Достигать апогея. Орау. Эх, мăнтарăн çанталăкĕ! Пирĕн кун-çул çите пуçларĕ (какая благодать весною). Кан. Ак çитрĕ пурнăç. Альш. Ял çыннисем тиркешмесен, çитнĕ манăн пурăнăç. Ала 103°. † Ати лаши — сар лаша, кӳлтĕм тоххрăм чопмашкăн. Хампа ларттрăм сарă хĕр, сарай тавра çавăрăнтăм, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ. || Доставать, быть достаточным, хватать. Альш. Пурне те çитнĕ чыс (угощене). Никам кăмăлĕ шăранмасăр юлни çук. Ib. † Улма йывăççине пас тытнă, ан чарăрсем, тăвансем: пире чыс çитнĕ. (Застольная песня). N. Кĕнеке çитмен пирки (от недостатка) сан патна вулама çӳреме тивет. Истор. Эсир мана кашни килĕрен виçшер кăвакарчăн, тата виçшер çерçи тытса парăр та, çитĕ (и довольно). N. Сире сахалпа çитес çук (малого количества вам недостаточно), сахалтан та (самое меньшее) сире пĕр пăт кирлĕ. N. Эх, çитмен пуранăç, мĕн чухлĕ çынна эсĕ тĕттĕме хăвартăн! N. Ачасемпе калаçса пăхасчĕ пирĕн, ун чухне мана ĕмĕр çитнĕн туйăнĕччĕ вара. ССО. Таванăмсем! пытанса выртасси çитĕ ĕнтĕ! О сохр. здор. Тӳшек питне малтан каланă пек вĕри шывпа вĕретсе тасат, вара çатрĕ те (вот и всё). N. Эпĕ мĕн çитменшĕн хамаăн чи çывах çыннăма сирĕн аллăра парăп? Чем люди живы. Симунăн вара пурăнăçĕ çитсе тăра пуçланă. Семен стал жить в достатке. Изамб. Т. Мункунта укçа илни çитмес (недостаточно того, что...), çăмартине те, хăпартуне те пухса çӳреççĕ (попы). Ib. Çитменнипе лашана сутса ятăмăр. N. Çитменнине тата атти (анни) пырса кĕчĕ. Ой-к. † Пус-кил арĕм сӳс тĕвет; эп те тĕвем, терĕм те, кисип çитмеç, терĕ, тет. Кисип илме карăм та, йăтти хăр-хам! терĕ, тет. Регули 247. Окçа çитменрен (scr. çитменирен) çӳремест вăл. Он не путешествует потому, что у него недостает денег. Ст. Шаймурз. † Шур кăвакал чĕпписем кӳл-кӳл урлă, сĕлĕ сапса сĕлĕ çитмерĕ. Н. Сунар. Халĕ ĕнтĕ, ватăлсассăн, ĕçлеме вăй çитейми пуçларĕ те, вăл мана хăваласа ячĕ, тенĕ. Н. Сунар. Вăл ĕлĕк çамрăк чухне аван ĕçленĕ те, халĕ, ватăлсан, унăн ĕçлеме вăйĕ çитейми пулнă. Качал. Патша хĕрĕ курчĕ, тит те, çакна, калать, тит: ма килтĕн, Йăван, тесе каларĕ, тит. Эпĕ пĕтни çитмеçт-и? Кай, атту пĕтетĕн эс те, тесе каларĕ, тит (она). Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. Кожар. Пичĕшин, кахаллипе ĕçлемесĕр пурăнса, çиме те çитми пулнă. Его старший брат стал скудаться едой. Юрк. Чиркĕве кĕрсен, çав аллинчи çуртисене кашни турăш умне çутса ларта пуçлат. Пурин умне те пĕрер çурта лартсан, пĕр турăш умне лартма çурта çитмест. Ib. Сана уйăрса пани çитмен халĕ. Мана мĕн чухлĕ патăр? N. Пурăнăç çитмен пирки выçăллă-тутăллă пурăнса аран ӳскелерĕм. ЧС. Ачасене татах тем çитмес: кушилти çăмартана капăр (вдруг, сразу) тăкса яраççĕ те, пĕри те пĕри илес тесе, сыранса ӳкеççĕ. N. Вăл панипе çитмерĕ. Данного им не хватило. N. Саххăрпа çитет поль. Сахару-то, поди, достаточно (т. е. больше не надо). N. Ĕлĕк пирĕн нихçан та çиме çитместчĕ. Якейк. Эс мана окçа тыр вырнăшăн кĕт çитимирах патăн (не додал). Ib. Çорт лартма Иванăн хатĕр çите пырать. Иван почти что приготовил материал для стройки. Яжутк. Çулталăкне çĕр сумпа çите. Будет достаточно ста (ассигнованных) рублей в год. Юрк. Çĕнĕ-çын чухне хунямăшне пĕр витре шыв карташĕнчи пуссинчен кӳрсе пама ӳркенекен çынна, халĕ тата таçтан аякран та пулин ирĕксĕр тултас пулат. Ахаль те чăлах япалана, наяна, çитнĕ те... тытăнат хуняшшĕне: пус та туса памарĕ, тесе, вăрçма. Собр. Ĕçсе çитнĕ, тек ĕçсе капан тăвас çук, теççĕ. Йӳç. такăнт. 37. Ну, кум, ан ятла çисе те, ĕçсе те çитрĕ. Манăн каяс ĕнтĕ, питĕ ĕçсĕр пултăм. || Касаться. N. Лашине куритене çитмеллех кăкарман. || Сравняться. Янш.-Норв. Тĕр таврашĕнчен вара ăна çитекенни те çук: ăна хуть те мĕнле тĕр пуçласа пар, вăл ăна пĕр самантах тума вĕренет. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). N. Ача-пăчана ху куç умĕнче тытнине нимĕн те çитмест. N. Вĕсен çулчисене, кăларичченех (до вырытия корнеплодов), татманнине нимĕн те çитмест (лучше всего не рвать). N. Нумай тĕрлĕ суран пур, чĕре суранне çитеймест. N. Эсир ăçта мана çитме! Тăв. 37. Ну-у, кăна уш ан кала та. Ваньккана Кирукăн çитме питĕ инçе. N. Ку Якор патне çитес çок. Ему с Егором не сравняться. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет? || Приближаться. N. † Хăят çите пуçласан, хĕр пухăнать урама; Хăят çитсе иртсессĕн, хĕр саланат урамран. СТИК. Эс миçере? — Çирĕмре.— Эй сана салтака кайма вăхăт çите пырат иккен! (Выражает близость солдатчины, не указывая на приближение во времени). || Успевать, подоспевать. С. Айб. † Савнă тусăм аса килнĕ чух çитеймерĕм эпĕ чыспала. БАБ. Ку тукатмăш хĕвел аннă вăхăтра вилчĕ те, çĕрле пулса çитиччен ун вилни çинчен пĕтĕм ял пĕлсе çитрĕ. Собр. † Пире курайман тăшмансенĕн куçĕ ăçтан курса çитет-ши? Орау. Иванĕпе Макарĕ çитнĕ те унта (уж там, везде поспевают шедьмецы)! В. С. Разум. КЧП. Вăл килессе кĕтех тăрса урока çитеймерĕм. || Вернуться, обратиться на... N. Хам тунă йăнăшсем хамах çитрĕç, вĕсем пуçăм çинчи çӳçрей те йышлăланчĕç. Нижар. † Кайăк-хур пырать картипе, кайри мала иртминччĕ: эпир çакăнта ĕçсе çисе юрлани хамăр хыçран çитминччĕ. || Наступать. Юрк. Çитес пин те тăхăрçĕрмĕш çулта. В будущем 1900 году. Орау. Çитес хĕлте (будущею зимою) кĕлетне кăлараймăпăр-и-ха, сыв пулсан! Четырлч. Çитнĕ çулхи (наступившего года) куланай пулат, çак парăмсене тырă пулнă çул пурне те ытаççĕ. Якейк. Пирн те каяс çиттĕр поль. Поди и нам наступила пора уходить. (уезжать). СТИК. Çитес вырсарникун, çитес эрнере, çитес уйăхра. (В этих выражениях „килес“ не употребляют). Ib. Çитес праçникре тата килĕр. Кан. Етĕрнери эрех савăчĕ-çуртне çитес кунсенчех юсаса çитереççĕ (кончат ремонтировать). ТХКА. Тăхти, çитес çул клевĕр лартам-ха, сана вара клевĕр пăтти пĕçерсе парам, клевĕр кукли туса çитерем. Чхĕйп. Вара вăлсам çитес каç, юпа тăвас тенĕ чух, пĕр пĕчĕк сĕтел, тата тепĕр пĕчĕк пукан туса хатĕрленĕ. ГТТ. Ваттисенче вилнĕ. Умер (-ла) в старости. N. Анчах вăл вăхăт çитсех çитмен пулĕ ахăр (видно еще не совсем наступило). N. Ача çурални сакăр кун çитсен (когда исполнится в дней со дня рождения ребенка). ЧС. Манăн асанне вилни пилĕк çул çитет ĕнтĕ. НАК. Киле каяс вăхăт çитерехпеле, когда уже приближалось время отъезда. || В качестве вспомог. гл. N. Новгород пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ. Баран. 107. Тинех вара вĕллере йĕрке килсе çитет (наступает порядок). N. Вĕренсе çитсе кĕнеке вулăр, хытă çĕре кăпăк тăвăр. Ала 62. Пурте ларса çитсен, когда все усядутся. Ib. 80. Ĕçсе-çисе çитсессĕн, вырттарса çывратрĕç старике. Чăвашсем. Çутăлса çитсен, когда рассвело (-ет). Пĕтĕмпе тĕттĕм пулса çитсен, когда совсем потемнело (-ет). Виçĕ пус. 17. Начарланса çитет. В. С. Разум. КЧП. Микулай ӳссе çитнĕ. О сохр. здор. Пирĕн ĕçе çавăн пек: тасалса та çитме çук (т. е. не находишь времени привести себя в порядок). N. Çамрăк ачасем салтака кайиччен нумай вĕренсе çитеççĕ. N. Мĕнле ку чиновниксем, улпутсем пит „кăмăллă“ пулса çитрĕç? N. Килсе çитнĕ. N. Пурăнсан-пурăнсан, хай чир чиперех пусмăрласа çитет. N. Начарланнăçем начарланса çитнĕ. Чума. Вăй-хăвачĕ пĕтĕмпех пĕтсе çитнĕ (у нее). N. Выльăхсем самăрланса çитрĕç. Цив. Çырмана лашасене тытма пырса çитрĕ. Н. Сунар. Вăл ман пата чупса çитсе (подбежав), мана калар. Бес. чув. 4—5. Ун çинчен: ку пуйса çитрĕ, теме те юратьчĕ. N. Кунта халăх пайтах пуçтарăнса çитнĕ иккен. СВТ. Тата ача пĕр-пĕр чирпе чирлĕ пулсассăн та, сывалса çитиччен ăна шатра касма юрамасть, теççĕ. Альш. † Ӳссе пĕвĕм çитсессĕн, эпĕ усал пултăм-и? (Хĕр Йĕрри). N. Вĕсем мана эпĕ аптăраса çитнĕ вăхăтра кклсе тапăнчĕç. N. Курăк ирхине чечеке ларса çитет. N. Сан хаярлă-хунтан хăраса çитрĕмер. N. Сывлăшăм пĕтсе çитрĕ. N. Шăп тăват сехет тĕлне килсе çитрĕ. Пришед ровно в четыре часа (секунда в секунду, без опоздания). || Быть готовым (доходить до того, что...). Юрк. Хăшне пăхнă, ăна, юратлипе ытараймасăр, чуп-туса илессе çитетĕн. Н. Шинкусы. Тем парасса çитнĕ. Был готов отдать не знаю что. См. ахаль ту. БАБ. Юман хăй тĕреклĕ, çирĕп те, кăмпи те хăватлă теççĕ, курăнать; таçтан илессе çитеççĕ сассим (готовы взять откуда бы ни было). || В чувашизмах. Четыре пути. Çитĕнсен евчĕсем ăçтан çитнĕ унтан (отовсюду) пыра пуçларĕç. N. Ăçта çитнĕ унта, куда ни пойдешь — всюду... N. Ăçтан çитнĕ унтан, со всех сторон, отовсюду. ТММ. Ăçтан çитнĕ туйăма, кушак пуç пек хыпама.

çите

дееприч. слитное от çит. N. Кайма вăхăт çите пуçларĕ. Чаду-к. Лашана тупрăм та, утлантăм, каятăп, пĕр кĕпер патне çитех тăнă (вдруг подьехал). || В срав. степени, иногда с афф. твор. падежа. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 17. ТХКА 78. Асатте сĕлĕ миххине улăм чикнĕ те, улăма спичкĕпе вут тивретнĕ. Хăвалакансем çитерех парсан (когда приблизились), çул çине, мăкăрланса çунакан миххе вĕсен лаши умне йăлт ывăтнă. N. Пӳрт алăкĕ умне çитерехпе. Регули 299. Яла çитерехпе (когда я приблизился или мы приблизились) хĕвел ансах ларчĕ. Урмай. Старик качакасен пӳрчĕ патне пăрçа хăмăль тăрăх хăпарса çитерехпе тарт! пăсарса ячĕ, тет. Регули 1376. Яла çитерехпе (приблизившись к деревне) илтрĕм кăçкăрнă сас. || До (посделог). НАК. Эпĕ çав охоттăра ирхи апатран пуçласа хĕвел анас вăхăталла çитех çӳресе те пĕр кăвакал анчах тыттăрăм. ЧП. Сĕм вăрманти вăрăм чăрăш кутне çитех лăс турат. N. Ăна пĕтĕмпе салатса пăрахнă; аллисемпе урисем, пуçĕ таçта çите ывтăнса кайнă. || С усилит, частицей „ех“ указывает на действие, совершившееся вдруг, неожиданно, или быстро, или как раз в известный момент, или без долгого обдумывания. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 9. Чав. й. пур. 22. Хĕр килне çитех тарнă иккен. Ib. 20. Иванĕ çавна çĕклесе пынине илтсен, килне çитех тарнă вара (убежал домой). Истор. Лешсем ăна та пăхман, Воронцова Костромана çитех янă. Ib. Папа патне çитех тарнă. Ib. Мстислава пит аякри хулана, Тмутаракане çитех янă.

çитер

понуд. ф. от гл. çит; доставить, довезти. Шурăм-п. Лаши аран утать, Ишеке ултă сехетрен тин çитерчĕ. Регули 81. Ман онта çитерес, онтан вăлсам исе каяççĕ. Б. Ятгильд. † Пичче мана усатса яр, уй-хапхи патне çитерсе яр. Юрк. Часах Карачăмне хыпар çитереççĕ. Кратк. расск. 20. Сывă халлĕн сан патна çитермесессĕн, санăн умăнта эпĕ ĕмĕрех айăплă пулăп, тенĕ. Пазух. Çичĕ тавлăк хушшинче çитмĕл киле çитерчĕ. Альш. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер урлă каçарăр, çитес çĕре çитиччен çитерĕр. || Доносить. N. Ман сăмаха итлемесессĕн, сан çинчен уеса сăмах çитерĕп, тенĕ. || Доставлять. Тайба-Т. Кан. Хаçат-шурналсене вăхăтра çитерсе памасть (не доставляет). || Заставлять ходить, отсылать. N. Сĕтел кутĕнчен сĕтел кутне çитерет. Заставляет ходить от стола к столу (в канцелярии, не обьяснив толком, куда надо обратиться). || Удовлетворить. N. Вĕсен кăмăлне мĕнле çитерес-ши? || Сделать так, чтобы было достаточно. Юрк. Хуларан килнĕ тăванĕ укçапа таврăннă-тăр, тесе шухăшласа, хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ: куллен укçа кирлĕ, ниепле те укçа çитерсе пулмаст. Ирĕксĕр киле килтĕм. Кунта эсир ялта аван пурăнатăр пулĕ? тет. N. † Сиртен ытла савнă çыннăм çук, çитмен пулсан çитерĕр. Такмак. Çитмен пулсан çитерĕр, ытла пулсан ан айăплăр. || Ск. и пред. чув. З6. Çавăн пек хитре хĕре те тиркесессĕн, çын кулĕ. Çитменнине чĕлхи-çăварĕ тата ытла çитерет. || Истратить до копейки. Кан. Гата ӳсĕрличчен ĕçсе икшер лашапа урам тăрăх чупса çӳреççĕ. Çапла пĕтĕмпе 600 тенкĕ укçана çитереççĕ те, çĕрне кăлармасăрах, киле (домой) пăрахса тараççĕ. || Напастись. N. † Пирĕн аттен виç ывăл, ăстан калош çитерес (где напасешься на них калош!). || Исполнить. N. Вăл санăн ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне çитертĕр. N. Халĕ ĕнтĕ вăл сирĕн пӳрнĕ ырăлăхне çитерсе пачĕ. N. Хăй çинчен каланине те туса çитернĕ (quaecumque de ipso praedicta errant implevit). || Доводить до... N. Хăйне хĕнесе суранлантарса пĕтернĕ те, вилес патне çитерсе пăрахса кайнă (избили чуть не до смерти, бросили и ушли). Орау. Ма апла нумайччен тытать-ши вăл? Çур-çĕре çитересех темеçт-и? Зачем он так тянет? Не хочет ли просидеть до двенадцати? N. Алла çамка çине, кăкăр çине, тата хул-пуççисем çине çитерменни аван мар. || Довести до конца (время). Яргуньк. Килте çав ача амăш макăрса çулталăк çитерчĕ (проплакала год), тет. Яжутк. Шăнкрин вара çулталăк çитерсе тухрĕ, тет. Толст. Пĕчĕкçĕскере, ниепле те урана çитерсе пусаймарăм. || Успевать. Изванк. Ĕлĕк пирĕн ялта кунран-кун выльăхсем нумайçем нумай вилсе пыраччĕç. Пытарса çитерме те çукчĕ (не успеваешь хоронить). || В качестве вспомог. гл. К.-Кушки. Епле эсĕ сехете ку кунччен упраса çитертĕн? Как ты сберег до сих пор часы? Кан. Халăх хушшинче ĕçлесси майланса пырать, çулталăк хушшинче таврари хресченсен выльăхне кăтартса çитернĕ. Изамб. Т. Эсĕ ку япалана киле çĕклесе çитереймĕн (не донесешь). ППТ. Шăтăкне çăварĕ патне чавса çитерсен (когда дорыли), тахçан та ан çухалтăр тесе, пĕр патак лартса хунă. Н. Карм. Кашкăр çиленсе çитнĕ те, калать: сана тавлашса çитереймĕн (с тобою не наспоришься). N. Пурне те тӳссе çитерекен (претерпевший) çăлăнĕ. N. Унăн пур йăнăшĕсене те кам пĕлсе çитерĕ. Тораево. Хăнисем тĕлĕннĕ: ку ухмах йăван ăштан тупса çитернĕ (откуда он все это достал). N. Вĕрентет пире вырăсла: пĕтĕмпех пĕлсе çитерейместпĕр (всего-то не познаем). Ала 98°. Кашнă çын килне кĕрсе çитеримастăн полсан (если не имеешь времени заходить в каждый дом), çынсен алăкĕсем патне анчах пырса чĕн.

çити

до (послелoг). Сятра: c’анда с’иди каj-хал’ы̆, тобады̆н вара. Ачач 103. Уй çулĕсемпе таçта çити, пĕр ĕçсĕрех ута-ута кайнă. Сятра: пос’ тŏринчэн пос’лаза ора тӧ̆пн’э с’иди тŏрш-шибэк jы̆лы̆нзa ларап. N. Çуркунне вара Ванданкă тулса çитет те, таçта çити, темиçе çухрăма сарăлса каять. N. Паллă тунă тĕле çити персе çитер. Кайсар. Ăçта çити каян?

çити-çитми

близко, недоходя. Ала 100°. † Çимеккасси хĕрĕсем çити-çитми пыраççĕ. Ст. Шаймурз. † Ай-уй мăнтарăн телейĕ, çынна çити-çитми тăрат-çке (никак оно не может сравняться с счастьем других людей). Бижб. † Ай-хай-ах та мăнтарăн пурнăçĕ, çынна çити-çитми тăратат-ĕçке. || Скудный. К.-Шемяк. Ак çаках çити-çитми ĕçкĕ пушшех ăйха пустарат. От этой скудной выпивки (только) пуще ко сну клонит. ЙФН. † Çити-çитми пурнăçпа çичĕ çуркамран пӳрт турăм. N. Çити-çитми пурнăçпа пурăнса çитет, халĕ, ватлăхра, тулăх пурнăçпа пурăнса ыр курас. || Бедняк. Самор. † Çумма ларас инкем пур, лаша тытас тетем пур, çичĕ ютпа каймăп-ха; çичĕ ютпа каймашкăн çити-çитми хĕрĕ мар, пĕр пуянăн хĕрĕ эпĕ, пĕр хуçанăн хĕрĕ эпĕ.

çитсе лар

притти и сесть. || Пристать к берегу. Кан. Шупашкар пристăнне пĕр вăхăтрах тăватă прахут çитсе ларнă. См. лар. || Обходиться. ЧС. Халĕ çук çĕртен (ничего не имея) вун-вунпилĕк тенке çитсе ларасси пире те питĕ ансатах мар. Вот и нам не легко, при нашей бедности, израсходовать 10—15 руб. О сохр. здор. Шутласассăн çăпата çулталăкра темиçе мăшăр пĕтет, тата пĕрер-икшер мăшăр тăла (чăлха) пĕтерет, вара хайхи атă хакĕ патнех çитсе ларать.

çитсе пыр

догонять, нагонять. Орау. Лаши хыçран çитсех пырать, пĕртте юлмасть (за нами или за другим). Ib. Çитсе-çитсе пынă çĕртрех лаша тăварăнчĕ те, тарчĕç. Якейк. Эп иккĕпе çӳренĕ чохне пирĕн тор лаша яланах хам хыççăн çитсех пырать (никогда не отстает). || Приближаться. Эльбарус. Ун чохне çарансене чарман, анчах чарасси патне çитсе пынăччĕ. || Подходить. || Доходить числом, численностью. Барап. 244. Çаксем (опущенные секунды, минуты) тăватă çулта хăйсем пĕр тавлăка, 24 сехете, çите пыраççĕ. Баран. 150. Россияра çĕр кĕпĕрнене çите пырать. Изамб. Т. Эпир Хурăн-вар патне çитсе пыратпăр. || Исполняться. N. Шухăшланă шухăшĕ çитсе пытăр. С. Дув. † Çирĕм икке çитсе пынă чухне тĕнче нуши юлчĕ пуç çине. || Хватать, быть достаточным. N. Кунта пире тапак ирĕккĕн параççĕ, çите пырать, чей-сахăр та çитет.

çитсе тăр

подойти, подьехать. Кан. Эп те çитсе тăтăм. N. Хăйă çутти йăлтăр курăнчĕ. Çитсе тăтăмăр (подъехади). || Являться. N. Эпĕ унта кашни уйăхра тенĕ пекех çитсе тăтăм. Я являлся туда почти что каждый месяц. Я являлся туда (ездил, ходил туда) почти каждый месяц. || Быть довольным, достаточным. Юрк. Пĕр авка çак сăмахсемпе çитсе тăрам. N. Халь çитсе тăтăр-ха. Пока довольно (больше пока не пишу). || Подоспевать. N. Çитсе тăр.

çитен

не выясн. сл. Альш. Темĕн сарлакăшĕ çĕре пĕр халăхран ыйтмасăр-тумасăр çавăра-çавăра илнĕ те вăл çитенсем, пурăнаççĕ пайтине курса?

çичĕ

(с’иџ̌э̆, с’иζ’э̆), семь (употребляется только как определение). Шел. 16. Шурă акăш пулчĕç те, çичĕ тинĕс леш енне вĕçсе карĕç виççĕш те. Альш. † Çӳлĕ тусем çинче виçĕ хурăн: ан касăрсем çичĕ пуртăпа. N. Ваттисем çичĕ сыпăка çитмесĕр хĕр (невест) парса хĕр илмен, тиркенĕ. АПП. † Самара кайрăм саккăрпала, çичĕ çитмĕл (семь раз семьдесят) хĕрсем пур тесе. N. Çичĕ çухрăм, семь верст. Лашм. † Хура кăтра çăрхисем çăрхаланине çичĕ çунатлă кайăксем çитеймеççĕ. Т. VI. 49. Çавна та кала пĕлменни çичĕ те пиллĕк (т. е. 12) курка ĕçмелле. N. Çичĕ тинĕс сутти (scr. тин-тин сутти), за тридевять полей. ЧП. Çичĕ тăван хушшинчен турă мана хурлăха çырайчĕ. Ib. Çичĕ хурăн. Сред. Юм. Чăвашсĕм: тĕнчере пирĕн çĕрсĕр пуçне тăта çичĕ тĕнче (семь миров) пор, теççĕ. Менча Ч. Çичĕ тĕслĕ (семи родов) тыррăм-пуллăмпа сана асăнатпăр, витĕнетпĕр. (Моленье). Торп-к. Ĕлĕк пĕр çын пуян пулнă, тет, çавă пуян вилнĕ, тет те, ăна путармашкăн çиче ял çынĕ пуçтарнă, тет. Альш. † Ах тетĕçĕм Ехрим, çитмĕл пуян ăшĕнче çичĕ пуян тетеçĕм. N. Çичĕçĕр сакăрвунă икĕ çул, 782 года. Н. Тим. Çичĕ çырминче çеçки пур та, çырли çук.

çичĕш

семь из них. || Поминовение на З-й день. Чăвашсем 29. Унтан вара тепĕр каç (на другой вечер после похорон), çичĕшне тăватпăр тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерчĕ пĕçерсе хываççĕ. N. Çын вилсен вара, ăна пытарни З кун иртсен, çичĕшне тăватпăр, теççĕ. Çичĕшне тунă чухне чăхă пусаççĕ, вăй çитекенни путек пусать. См. çиччĕш.

çиччĕш

, çиччĕшĕ, семь из них. || ГТТ. Уйăх çиччĕшĕ, тăххăрĕшĕ. См. уйăх. || Поминки на седьмой день посде смерти. ЧС. Татьянă вилни виçĕ кун иртсессĕн, пĕр путек пусса, çиччĕшне турĕç. Аттик. Вилни çич кун иртсессĕн, çиччĕшне тăваççĕ. Çиччĕшĕнче ялан, арçын вилĕ пулсан та, хĕр арăм вилĕ пулсан та, сурăх пусаççĕ. Н. Яха-к. Çын вилсессĕн çичĕ кунтан çиччĕш тăваççĕ (род поминок). М. Сунч. Чăвашсен, çын вилсен-тусан, ăна хăйсен йăлипе тирпейлесе пытараççĕ те, çиччĕш тăваççĕ. Çиччĕш тесе ак мĕшĕн калаççĕ ăна: çын вилсен, ăна пытараççĕ те, виçĕ кунччен масар çине çичĕ хут кайса килеççĕ; çичĕ хут масар çине кайса килнĕрен пумилккине те çиччĕш теççĕ. Унта хывма тесе, çимĕçсем, сăрасем эрехсем илсе каяççĕ. Сред. Юм. Çын вилсен, çиччĕмĕш кôнĕ çиччĕшне тăваççĕ. N. Ăна пытарни виçĕ кун иртсессĕн, çиччĕшне тăваççĕ. Çиччĕшне тунă çĕре е сурăх пусаççĕ, çук-çынсем пĕр чăхă пусаççĕ; вăл ашĕсене çав каçах çисе яраççĕ, çисе ярайманнисене тăкаççĕ. N. Унăн çиччĕшне виçĕ кун иртсен тăваççĕ. Унăн çиччĕшĕ çине чăхă пусаççĕ, вăй çитекен така пусать, унăн çиччĕшне тунă чухне çавăн пекех куймаксем пĕçереççĕ, е чăхă, е така пусаççĕ те, çав каçах çисе пĕтереççĕ, унăн ашне хăварма юрамаçть, теççĕ. Чхĕйп. Унтан вара, пытарас ĕçне пĕтерсен, çиччĕшне тунă; çиччĕшĕ — вăл çын вилсен виçĕ кунтан асăнас вырăнне пулнă. (У автора Чхĕйп. сказано в одном месте что „çиччĕш“, бывает через, три дня после смерти, а в другом — „çиччĕш“ то же самое, что обряд „вилнĕ çынна елĕк ватăсампа, ашшĕсемпе, пур тăвансемпе ертсе яни“, что не всегда может быть, ибо последний обряд бывает после „юпа“, а „юпа“ совершается лишь в определенное время года).

çу

масло, жир. Календ. 1903. Çу уçлама хура алăпах (с грязными руками) пикенеççĕ. В. Олг. Орен (орэн) уçласан, çу ӳкет (сбивается масло). N. Ăна кашни кунах вулатăп та, чун пĕтĕмпех савăнса каять, пĕтĕм ăшчик çу пик ирĕлсе каят. N. Пĕре сехрине хăпартрĕç те (пугнули), пирĕн улпут кайран çу пек пулчĕ (стал как масляный, т. е. ласковый, мягкий). Бел. Гора. † Çу пек çемçе аллăмпа тытса пăхайăттăм (девушек). Сред. Юм. Пирĕн ĕç халь çу çинчи пик пырать. Наше дело на мази („как по-маслу“). Ib. Тунă ĕç çу пик. Кильд. Чĕлхи-çăварĕ — çу тути. Ее речи приятны как масло. Чураль-к. † Пирĕн ялта та хĕрсем пур, чĕп-чипер пăчăр пек, пăчăртасан, çу тохать. Собр. Нумай калаçса çу тухмаст, теççĕ. В многословии пользы нет. (Послов.) Юрк. Нуммай калаçсан та, çу тухмас-тăр çав. Собр. Хĕре чи первей венчет туса кил-хушши алăкĕ патне çитсессĕн чăкăтпа çу çитерсессĕн, хĕрĕ çу пек пулат, теççĕ. С. Алг. † Сĕтел лартса çу хуракан, ут куçĕ-тĕр (надо: вут-пуççи-тĕр) унăн чĕрисем. Пазух. Улатăртан илтĕм ула ĕне, нумай та тăмарăм, çу турăм. Янорс. Ураписене çу сĕрсе (подмазав) хатĕрлесе лартрĕ. Альш. † Эпир усала кайсассăн, тăшман çĕççи çу çинче (т. е. враги будут очень рады). || Сало, жир N. Çу нумай хывнă чĕрисене. Бюрганский. Манăн чĕре эсĕ çу хывнă пекех пулчĕ. Ты влил отраду в мое сердце. Юрк. Ăшăмра пĕр пĕрчĕ çу юлмарĕ-тĕр. Я совсем истосковался, высох от горя. ЧП. Çак тăвансем аса килсессĕн, ирĕлмĕ-шин чĕренĕн çăвĕсем (не растает ли жир сердца, т. е. не буду ли я томиться тоской). Альш. † Йĕрсе, хуйхăрса ан тăрăр, хуйхăран чĕресенче çу пулмĕ. Собр. † Ушкăн пыран кайăк-хур, çуначисем вĕçĕнчен çу юхат. N. Пирĕн чĕре çумĕнче пĕр чĕрĕк те çу çук-тăр. || Скоромное. В. Олг. Эс паян çу çиетĕн-и? Ешь ли ты сегодня скоромное. (То же у КС). Тораево. Çула çупа пурăнать, хĕлле типĕ. (Какая-то загадка).

сарă çу

топлёное коровье масло. N. † Хамăр тăвансем аса килсессĕн, шăранать чĕрем сарă çу пекех. N. † Кашасенĕн хĕрсене пĕр тутанса пăхрăм та, сарă çу тути каларĕ. Юрк. † Юрататăп сире çавăнпа, сарă çу пек ирĕлет чĕлхĕрсем (ваши речи). Ib. Чĕлхи-çăварĕсем пĕтĕмпе сарă çу пек çеп-çемçе.

çу

(с’у), лето. См. çăв. Н. Сунар. Çапла вара виçĕ çу (кĕтӳ) пăхнă (пас стадо), виçĕ хĕл тарçăра пурăннă. Баран. 161. Кунта хĕлле пулманпа пĕрех. Çу пит вăрăм килет. Юрк. Хĕлле чипер усраса, çăва кăларнăшăн. N. Çу варринче çумăр хыççăн хăвăрт тулса ыткăнать. ЧС. Иртнĕ çура (в прошлое лето), ыраш вырма тухсан... НТЧ. Çăва тухсан (когда наступит лето), пĕр вĕçĕ картара пултăр, пĕр вĕçĕ хирте пултăр. Хĕле кĕрсен, карта тулли тăччăр (скотина. Из молснья „ĕне ырри“) N. Çын калать, тет: халĕ тупас çук уна тепĕр çусăр (до другого лета, раньше другого лета), тесе каларĕ, тет. Якейк. Хăш-хăш çура çак çырма типсе лармасть. О сохр. здор. Кирек кам та вăл ĕçе пĕр-ик-виç çура вĕренсе çитет (может выучиться за два-три лета). Н. Лебеж. † Çăва тухса килнĕ чух (при наступлении лета) эсĕ ачăна уйăран. (Хĕр йĕрри). Шăна чир. сар. 8. Çу иртнĕ çĕрелле (к концу лета), кĕркунне, тепĕр тĕрлĕ шăна тухать. Орау. Çу нумай юлмасть. 1) Лета осталось немного. 2) Мясоеда остается немного. З) Масла остается немного. Кан. Кун йышши ĕçсем çак çура (в это лето) пайтах пулкаланă. N. Çу иртрĕ. Лето прошло. N. Час ĕнтĕ çу иртет, кĕр енне кайрăмăр (дело идет к осени). Кан. Вăл çу вăхăтĕнче çеç кĕме йӳрăхлă, çуркуннепе кĕркунне сивĕ, кĕме юрăхсăр. Сред. Юм. Прахутсĕм, пĕр кĕрконне полсан, çӳреме чăрнаççĕ те, çуран-çăва (с лета до лета) çитеччинех пĕр вырăнта лараççĕ. Ib. Çуран-çу (с каждым летом) çăмăр полми полчĕ, порнан ĕмĕрте те воçех çуми полать ко çăмăр. || Весна. N. Çак çутă çу кунĕ май уйăхĕнче кунта та унта пекех тырăсем аван ешернĕ, мĕн пур вĕçен-кайăкĕ, куккусем те юрлаççĕ.

çу-каçа

в течение лета. Çĕнтерчĕ 7. Çу-каçа виççĕн тан ĕçлени ахалех сая кайрĕ. Чт. по пчел. № 17. Çирĕм вĕлле пулсан та, çу-каçа хуртсем таврашĕнче тавлăкра пĕрер сехет (по часу в сутки) ĕçлени çитет. ТХКА 39. Çу-каçа вĕсем тата тӳрленчĕç, ӳсрĕç, амăшĕ пекех пулчĕç. N. Эпĕ ĕнтĕ килти хыпара пĕлменни пĕр çу-каçа карăм (так!).

çу кунĕ

лето, летнее время. Альш. † Юхма шывăн сулхăнĕ, çунат чĕре çу кунĕ. Баран. 136. Çу кунĕ лаша хĕллехинчен ытларах тарлать. Ib. 90. Пур çĕрте те çу кунĕ: унта йывăç пахчи ешерсе ларать, çимĕçĕ ӳссе çитĕнет, лере хир тулли тырă-пулă ӳсет. Ib. Çу-кунĕнчех аллăна тăм илĕ. Ib. 22. Вăрманта çу кунĕ ĕçлеме чаракан урăх тăшман та нумай. О сохр. здор. Çу кунĕнче пĕртте ура сырмасăр çӳреме те лайăх. Ib. Вĕсем (пчелы) çу кунĕнче пĕр ӳркенмесĕр, ывăна пĕлмесĕр ирхи куна каçчен ĕçлесе, хăйсен хуçине уса кӳреççĕ. Ib. Çу кунĕнчех вăйлă çунă çумăрпа хытă йĕпенсен... N. Çу конче астăварах порăнăр.

çу-хута

(с’у-hуда), за лето, в продолжение всего лета. N. Ку çул вара Ванданкă çу-хута пĕр çак канавран анчах юхрĕ. Чув. пр. о пог. 35. Çу-хутах çанталăк ăшă пулат. Все лето будет теплая погода. Сред. Юм. Çу-хута (в продолжение всего лета) пĕр тăрăх пире тĕртсе кăлараймарĕ вит. N. Вăл арман çу-хута пĕр чарăнмасăр икĕ чулпа авăрать.

çоар

(с’оар), рот. В. Олг. Çоар карăлса кайманскер. Чтобы тебе разодрало пасть-то (хайло-то! Гов. крикуну). N. Çу исе килет, тет, пĕр çоар (мышь). Ib. Ой-хапхине хопса чарас çок, сан çоарна та тытса чарас çок. Б. Олг. Пĕр çармас килчĕ те, вăтăр туат пус паркаласа карĕ, вилĕ-чĕрĕ çоарпа (нехотя, не имея определенного намерения купить). || Затяжка при (курении). В. Олг. Çын тортнă чоне пĕр-ик-виç çоар тортатăп (сделаю затяжки три); ним çоар тути те çок. Ib. Чĕлĕмне пар-ха, пĕр-ик-виç çоар тортам. См. çăвр.

çуйват

кричать, шуметь. Букв. 1904. Пӳрт патне темĕн чухлĕ ача-пăча пуçтарăннă. Вĕсем мана пĕр чарăнмасăр: вăрă, вăрă, хăмла çырли вăрри! тесе çуйватаççĕ.

çук çул

голодный год. Кратк. расск. 16. Çук çулсем пурăнма йăвăр. N. Эпĕ сире çук çулсем çинчен пĕр-ик сăмах калас тетĕп. N. Çук çулта асап курнине, кунта çырмасан та, аван пĕлетĕр. Юрк. Çук çул пулат. Наступает голодный год.

çул

çол (с’ул, с’ол), косить. См. çăл. Трень-к. Атте утă çулса килсен! N. † Пăтăр-пăтăр путени, çолман утă йоратать. Ст. Чек. Вăрмана темĕскер çулса ӳкерчĕ, тийĕн: пĕр ларса тăракан йывăç çук. Баран. 47. Çулакансем те (и косцы) аякка çулса кайнăччĕ. Пахча çим. 13. Ăна утăллăх çулаççĕ. N. Хăяха кирек епле шыв-шур таврашĕнче те ытти курăкран малтан çулса тăкаççĕ.

çул

çол хватать. См. çăл. КС. Çуçĕнчен çулса илтĕм те, лайăх тăпăлтартăм. Пшкрт: хол’џ̌ы̆ чэ̆ппӓ солзилчэ̆ т̚ӓ сэ̆клӓзӓ ҕары̆. Ib. с’олзиыл! Хватай! Ерк. 141. Анчах халĕ мĕн куран: йăвама тустарса, чĕппĕме-хĕрĕме çулса илнĕ хурчăка. Яндоби. Уна вара тарçисем çолса тытнă, патша патне илсе кайнă. Ib. Иван ăна çолса тытрĕ, кайăкăн тĕкки тухса юлчĕ, тет. Пус. Пĕр тăмана пычĕ, тет те, çиях пуçларĕ, тет, тырă. Старик çулчĕ-тытрĕ, тет, тăманана. Якейк. Микколай окçи хот окçи, Ямаш çинче вăй выллят, никам çавăрса тытимар! Мари çолса тыттăрĕ. Собр. Сасартăк ун сухалĕнчен пĕр шыври ăстарик çулса тытнă (ухватил). Панклеи. Çолтăм-илтĕм кашкăр хӳрине. Кашкăр тортăнма тапраттĕр. Капк. Труках хыçалтан çулса илчĕ, тет. Якейк. Çолса илсе, тылласа анчах тăкăп. (Угроза избить). Кан. Кăкăртан çулса тытнă та, икĕ хуччен чышнă. М. Тув. † Туми шупăр — шур шупăр, Тумкă çинче вăл вĕçет; никам çулса тытаччен, Терентти çулса тытăрĕ. || Переносно — задевать. N. Тата ăçта-мĕн пĕрле пухăнса ларнă çĕрте пĕр çынна çулса илсен (если за него примутся), ăна вара персе чиксе путарсах антараççĕ. Çав çынна айăплани, çисе калаçни — вăл вĕлерни пулать ĕнтĕ. Собр. Яла килнĕ мур пĕр ĕнешĕн уйăрса каяймĕ, пурне те çулса илĕ, теççĕ. (Послов.) СТИК. Мана çулса илмерĕç-и? (Çулса илес, схватиться за кого-нибудь в разговоре, задеть чью-либо личность, приняться жарко спорить, ругаться.

çул

çол (с’ул, с’ол), год. Альш. Çакă улт-çичĕ çул хушшинче, за последние за эти 6—7 лет. Ст. Чек. Укçипе пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына илеççĕ. N. Пин те пилĕкçĕр аллăмĕш çулсенче, приблизительно в 1550 году. Н. Карм. Ефим пичче вилни икĕ çул ытла ĕнтĕ (уже больше двух лет, как...). ТХКА 69. Выçлăх çулне, ытти ачасемпе пĕрле, ман шăллăма та Мускăва илсе кайнăччĕ. Чт. по пчел. № 17. Пĕр сакăр çул пулĕ, лет восемь тому назад. N. Çтена çине кашни çын ячĕпе (во имя), вун çул иртсен вилнĕ çынсен ячĕсемпе пĕрер çурта лартаççĕ. Чăв. й. пур. 5. Пĕр виçĕ çул хушшинче (приблизительно за три года) пирĕн ял пит улшăнчĕ, ĕнтĕ. Изамб. Т. Авланни тăватă çул иртсен, через 4 года после женитьбы. N. Вĕсем икĕшĕ çул сиктермесĕр çуралнă. Они погодки. Ала 25. Иван, эпĕ сана ырăлăх турăм, эсĕ те мана виçĕ çулсăр ан ман. Сред. Юм. Куккук алтнă чохне: эп вилесси миçе çол, çавăн чол алт, теççĕ. (Поверье). Кан. Хусанта, клиникре, 10—12 çулсем куçсăр пурнакансене те тӳрлетсе яраççĕ. Ib. Вăл амана (пчелиную матку) унтан илсе, ик çул çине кайнă ама (матку) ямалла. N. 1850-мĕш çулсем персе çитнĕ: тĕне кĕмен чăвашсем авалхи чăваш тĕнĕпех пурăннă, тĕне кĕнисем пĕтĕмпех тутар енелле сулăна пуçланă. Виçе пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса, начарланса юлать. N. Сыв пул, тăванăм, нумай çула! Шибач. Виç çола кĕрчĕ ĕнтĕ — кайман. Уже третий год, как не ездил. || О возрасте. Орау. Ик çул çурхи ача. Ребенок двух с половнной лет. Ib. Пилĕк çула çитесси тата ик уях-ха. Остается два месяца до пяти лет. Юрк. Çулă авланма çитнĕ. Ты уже жених (тебе пора жениться). N. Ман çак ача виç çолшĕнче (по третьему году) тин отма поçларĕ. N. Вăл çирĕм çул тултарнă. Ему уже двадцать лет. N. Вăл çирĕм çула çитнĕ. Ему двадцать лет. N. Санăн аслаçу сакăрвунă çултан та иртнĕ пулĕ (т. е. ему за восемьдесят). Баран. 158. Час-часах уяр çулсем те килкелеççĕ. N. Ытлашши кунлă (высокосный) çул (ытла кунлă çул). N. Çул — год (возраста), пропускается в выражаниях: çирĕме, çирĕм икке çитсен; эсĕ миçере? — Утмăла çитнĕ, утмăла пуснă (60-ый год , утмăлтан иртнĕ, утмăлсенче пур-тăр (60-ти лет, а м. б. и больше), утмăлсене çитнĕ (лет шестьдесят, но не больше?), утмăлсем патнелле çитсе пырать пуль ĕнтĕ. Янорс. Мана тăхăр çул çитсен, эпĕ вара вăтана пуçларăм. Ивановка. Эпир Хусан кĕпĕрнинчен куçни пĕр пилĕк-улт çул иртсессĕн, пирĕн яла шкул лартса пачĕç. Ib. Çула эпĕ Чĕмпĕре прошени ярса пăхрăм та, мана калла, çул иртнĕ (прошли годы, слишком стар), тесе, çырса ячĕç. Трень-к. Мана аттепе анне, эпĕ çичĕ çул тултарса саккăр çула кĕрсенех (как только мне пошел восьмой год), хут вĕренме пачĕç. Симб. Эпĕ хама хам астума улт-çич çултанпа тапратрăм. Я помню себя лет с шести-семи. Ib. Вĕсем вĕренсе тухсан, эпĕ те тăхăр çултанпа (с девяти лет) шкула çӳре пуçларăм. М. Карач. Эпĕ астăватăп хам пĕчик чухнехине пилĕк çултан. Я помню себя с пяти лет. Альш. Эсĕ ачăна илме тепĕр çулне кил, ун чухне лайăх вĕрентсе кăларăп, тесе, каласа ячĕ, тет. N. Шкулта первейхи çулне вăл шатрапа (чечепе) чирленĕ. ГТТ. Эпĕ астума тытăнатăп пилĕк çулта чухне. СТИК. Манпа пĕр çулта. Мы ровесники. Ib. Хăйпе пĕр çултараххипе, с человеком, который приблизительно того же возраста. Урмай. Вунă çулта чух, вунçич çулти ача пек (он был). Изамб. Т. Пирĕн ялта пĕр сакăрвун пилĕк çулти (лет восьмидесяти пяти) старик пур. Ib. Шăллăмсем: пĕри сакăр çулта, тепĕри пилĕк çулта. Одному из моих братьев (которые моложе меня) восемь, а другому пять лет. Шинар-п. Ун чухне эпĕ пĕр çичĕ çулта анчахчĕ. Тогда мне было лет семь, не больше. Иваново. Ку ачасем нумай çулта пулман: чĕлхесĕрри пулĕ пĕр ултă çулта (лет шести), тепĕри унтан кĕçĕнни (моложе его) пулнă. N. Эпĕ ун çулне çитес çук. N. Çулĕ çав пулчĕ. Нынче такой год. N. † Çарăмсанăн леш енче хĕвелтен те çутă чечек пур. Шанмасса çулĕ килĕнччĕ. Ах, тăванçăм, уйрăлмасса çулĕ килĕнччĕ! Б. Олг. Каран, пер порнсан-порнсан, салтака чĕнчĕç пичия пин те сакăрçĕр вонвиç çолта. ТХКА 71. Шалта Иванĕ, пирĕн Петтяпа пĕр çултаскер: эпĕр шурă пăтă çиетпĕр, тесе мухтанать, тет, вара... Орау. Кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, в текущем году. Ib. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре (раз в три года) вунвиçĕ уйăх пулать, тет. Регули 930. Ку çолта çаплах вăл чĕнсе. ТММ. Аллă çултан — паллă. Ялав. Пĕр çулне (как-то в один год) пирĕн атте саппашкă капанĕсене хураллама кĕрĕшнĕччĕ. БАБ. Миттюс, вăл пирĕн ялсем, старик: пĕр утмăл çула çитнĕ. N. Чарăнма йĕрки çук, тепĕр çулсăр чарăнмаç, теççĕ (война). N. Вăл ман çола çитсе вилчĕ. Он умер в моих летах. Ст. Чек. Çул урлă, через год (аlternis annis). || Возраст, достаточный возраст. МПП. † Савнă тусăм, хура куçăм, илеймерĕм çулăм иртиччен. СТИК. Ун çулне çитес çынсем-и вара эпĕр! Нам-ли уж дожить до его лет. Т. Григорьева. † Ĕнтĕ пĕвĕм те пур, çулăм çук. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. Подл.-Шигали. Çавă Шăхальсен, ай, хĕрсем, ларччăр халĕ çулăм, ай, киличчен (до моего совершеннолетия).

пĕр çолалла

приблизительно, почти одних лет. Сред. Юм. Эпĕр ôнпа пĕр çолалларах полатпăр полмллла. Мы с ним почти одних лет. Ib. Пĕр çолларах = пĕр çолалла, приблизительно одних лет.

пĕр çулта

одних лет. Сред. Юм. Пĕр çолта пикех, разница возраста не больше года.

çĕн çул

çĕнĕ çул, новый год. Т. VII. Пĕр çын çĕн-çул кунĕ таçта çула кайма тухнă, тет. N. Çĕнĕ çул каç, вечер на новый год.

çулăн-хăлăн

в течение всего года, постоянно. N. Çулăн-хĕлĕн ĕçкĕ-çикĕ, эрех ĕçсе пĕр шухăшсăр пурăнаççĕ.

çул килĕшнĕ

случился подходящий год. Сред. Юм. Ытти тырă полман çол пĕр тĕрлĕ тыр полсан: тырра кăçал çол килĕшнĕ, теççĕ.

çуллăх

çоллăх, промежуток времени, равный году. Панклеи. Эп сана çичĕ çоллăх (на 7 лет) вăхăт паратăп. ЧП. Пĕр укаллă тутăр пĕр çуллăха (его хватает на год). Коракыш. Эпĕ хĕрĕме вуник çуллăха ывханса (= ылханса) ятăм. Ала 17. Пĕр вуник çул(л)ăх та пулин ăвăл ача курасчĕ.

çул-тавлăк

год. См. султалăк. Синерь. Пĕр çул-тавлăк иртсен. Ст. Шаймурз. Тата хăйшĕн çул-тавлăк кĕл тума укçа пама хушрĕ.

çолтан çола

с года на год, из года в год, с каждым годом. Сред. Юм. Атă пит пĕтсе аптратăп эп: пĕр мăшăр атă çолтан çола та çитмес (т. е. их не хватает и на год). О земл. Навус сахал пулсан, çултан çула улăхсем начарланса пыма пултараççĕ. N. Куçук тăрăшни усăсăр пулман, унăн лартнă йывăçĕсем çултан çула ӳссе, илемленнĕçем илемленсе пынă. N. Вуй çитмесен, тара пар, çолтан çола парса порăн.

çулхине

в... году, в... год. N. Виççĕр тăхăрвун улт çулхине, в триста девяносто шестом году. Н. Шинкусы. Учӳк пăттине пĕçернĕ çĕре тата ялĕпех каймаççĕ, пĕр çулхине (в один год) пĕр кĕтӳ-хунни, тепĕр çулхине (на другой год) тепĕр кĕтӳ-хунни каяççĕ. СЧЧ. Атте вилсен, çав çулхинех (в тот же год) вара, çула эпир пиллĕкĕн пĕр тăван, аттепе пĕр тăван Лукка пиччерен уйăрăлса тухрăмăр (отделились). Ала 90°. Пĕр çулхине (как-то в один год) хĕл пит сивĕ пулнă (была). Ивановка. Çав шкул лартнă çулхине, мана атте шкула, çамрăк (scr. çемрĕк) тесе, ямарĕ.

çул

çол (с’ул, с’ол), дорога. Б. Олг. Çола тохсан, ут йăлăнчĕ (= ывăнчĕ). Бес. чув. 1. Ку пасар çул пăсăлас уммĕнхине пурте пĕлеççĕ. Все знают, что этот базар бывает перед распутицей. Орау. Вăрманпа çул пур-и? Ib. Вăрман виттĕр çул пур-и? Ib. Кӳл тăрăх çул çук. Ib. Уйра та çулсем хурала пуçларĕç, çуркунне пулать. Дик. леб. 47. Йывăç лартса тухнă çул тăрăх. N. † Урам йĕрĕ (след моих ног) çул пултăр; çак ял ачи тус пултăр. Регули 20. Килнĕ çолпа кайлах карĕ. Вернулся тем же путем назад. Ib. 637. Çол олăхпа лайăх-и? Хороша-ли дорога лугами? Ib. 1104. Çол вăрманпа каять. Дорога идет лесом. Ib. 1441. Эп каймастăп, çол осал (утсем килте çук.) Ib. 1444. Кăтарт она çол, вăл ак çохалтăр. Ib. 1446. Мана çол кăтартса яр, манăн çохалас марччĕ (чтобы мне не заблудиться). Якейк. Вăрманта çол пит тăвăр (узка): ик орапа тĕл полсан, иртме кансĕр (трудно разъехаться). Ib. Ман тор лаша çол лайăх ертсе пырать. Ib. Çол ик аяккипа та канав пырать. Ib. † Мăн çол çинче опос вырĕс: валти лаши пасарнă, хӳри-çилхи кăвакарнă, сол тытасси йăвăр поль. Изамб. Т. Ул йĕрпе пĕр пилĕк çухрăм кайсан, пĕр çула тухнă. Шурăм-п. Кушак çул татсан (перейдет, пересечет), телей пулмаçть. Ст. Чек. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан (если перейдет), çул ăнмас, тет. ТММ. Каякана (для идущего) пĕр çул, шыракана çĕр çул. (Послов.). N. Эсĕ каяс çул çинче. N. Çак вăрман хушшипе кукăр-макăр çул каять (идет извилистая дорога). С.-Устье. Эсĕ çул пĕлетĕн-и çак вăрмантан тухма? тет. Салтак калат патша ывăлне: йăвăç тăрне хупарса пăх: хĕш енче çутă пур. Çав енеле турат хуçса пăрах, тет. Патша ывăлĕ, хупарса, турат пăрахрĕ, тет. Кайран, патша ывăлĕ ансан, çутă енеле кайнă, тет. Кайсан-кайсан, пĕр пысăк çурт патне пырса çитрĕç, тет. Коракыш. Вĕсем, çул çухатса (заблудившись), нумай макăрса çӳренĕ. Изамб. Т. Кĕркунне, çул ӳксен (когда установится санная дорога), сутта каяççĕ. Ала 81. Килесси килетĕп те, çул яр мана, терĕ, тет, старик. Поехать-то поеду, но только пропусти. Кан. Пĕр маях çăмăр, тата çул начар тăрĕ. Ала 66. Сĕт çулпа тухса карăмар, çу çулпа килсе кĕтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл уçăлчĕ. Дорога теперь открыта. Ib. Çôл сăхă. Дорога тяжела для езды (зимой). Баран. 201. Пĕтĕм çул çийĕ вилнĕ çын пулнă. По всей Дороге валялись трупы. В. С. Разум. КЧП. Çынсем пĕр маях уттараççĕ çулпала. Юрк. Улпутпа лаккей çулпа ларса пыраççĕ (едут в экипаже). Букв. 1904. Çул хура, лавна ху йывăртарах тиенĕ, çапах тата лашуна хĕнетĕн. Альш. Унта та çулсăр çĕртен çӳреме çук. И там нельзя ехать по тому месту, где не проложена дорога. Ib. † Кăçал ыраш пуссисем пит аякра: ялан кукăр çулпалан каймалла. N. Землянкă йĕри-тавра чăрăш турачĕ лартса çаврăннă икĕ ерет, пĕтĕм çул туса пĕтернĕ. Орау. Çул çемçеличчен (юр йăшиччен), до распутицы. N. Çул картланаччен (осенью). N. Çулсем çинче шăнса вилнĕ сала-кайăкĕсем выртаççĕ. || Путь, путина. Кн. для чт. 136. Çул килнĕ майĕпе шăнкăрчăсем кăшт канчĕç те, унтан часрах хирсене, çаранлăхсене çырмасене вĕçе пуçларĕç. N. Мана ама-çури пайтах ылханчĕ: кайма çул, килме вут, тетчĕ. N. Çул çинче тутар мĕн пулассине шухăшласах пырать, тет, теççĕ. (Послов.). М. Тюмерли. Вара, пурте пухăнса çитсен, çула тапранса каяççĕ. Вĕсем кайнă чухне пит шавласа каяççĕ. N. Çол çинче лайăх килтĕмĕр. Сред. Юм. Çôл çӳреме каякан çынна: çôл ăнтăр, тесе, каласа кăларса яраççĕ. N. Москваран Перĕм çĕрне çитесси пайтах çул. ЧП. Кĕркунне пулсан, çуна çӳлĕ ӳксен. КС. Çулне ял тулашĕнчен ячĕç. Заставили ездить проезжих мимо деревни. N. Унтан çул ямаççĕ! Там запрещают ездить! КС. Унтан çул каймасть. Там ехать не надо, не эта дорога. Регули 636. Çол шупа вăрăм. Ib. 31. Вăлсам çол çӳремелли турĕç. N. Çула тухнă чухне, при выезде в дорогу; çула тухса кайнă чухне, в самый момент выезда (выхода) в дорогу. Ст. Чек. Сирĕн патăра кĕме çул килмерĕ (не случилось пути). Ib. Ваня пуян патне кайма çул килмес. Ib. Çула кайнă чух кушак е çын çул урлă каçса кайсан, çул ăнмас, тет (пути не будет. т. е. не достигается цель путешествия). Лашм. † Çӳрен утма ятăм çул çуреме, тытма чĕлпĕр вăрăм пулмарĕ. N. Ырă çынпа çула тухсан, çул иртнине сисместĕн, теççĕ. (Послов.). Альш. Инçе çула хĕр парсан, килни-кайни курăнмас. N. Эсĕ хăвăн чуру Иосифпа пĕрле çула пынă. Янтик. Çул кĕске пултăр тесе, уйăрăлнă чухне пĕри те пуса инçе каять пулсан, тепри ăна: çул кĕске пултăр ĕнтĕ сана, чипер кай, тет. Ир. Сывл. ЗЗ. Çул парах! Кан. Враг. † Хĕрсем çулĕ ăстăльте? Аслă урамăн варринче, хапха умĕнче сак çинче, симĕс сатăн айĕнче, пурçын тĕрри аллинче. Сред. Юм. Çôл питĕрнчĕ. Нигде ходу нет. N. Ыратнине чăтаймасăр, эпĕ çула тăршипех (всю дорогу) кăçкăрса макăрса пытăм. Сунт. Çул çине тухакана укçи те, япали те кирлĕ вĕт. N. Аяк çол, дальняя дорога. N. Пире кирлĕ япаласем çул çинче килме тухнă (уже в пути). N. Кил çулĕ çинче, на дороге домой. КС. Манăн çулĕ уçăлнă. У меня нет препятствий. Собр. † Инçе çултан хурăнташ турăм ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнасшăн. || Проход. Янтик. Халăх ик айккинелле уйăрлса (сирĕлсе), ăна иртсе кайма сарлака çул турĕç (пачĕç). N. Ывалĕ килте мар-тăк — икĕ айкки пĕр çул сана. || Дымовой проход. Пир. Ял. 1928, № 51. Анчах, кăмакан тĕтĕм çулĕ нумайрах пулас пулать. || В перен. смысле. Собр. Куçсăр çын хăй умăнчи чашки çинче те çулне тупаймаçть, теççĕ. (Послов.). Толст. Ку манăн çулпа килмерĕ, ӳссĕр тавăрăнчĕ, курăнать, терĕ, тет. || Назв. духов. N. Унтан кайран турă çулне пăтă, турă амăшĕ çулне юсман паратпăр, теççĕ. || Встреч. в выражении: N. † Вăрманта упа, аннеçĕм, хирте кашкăр, аттеçĕм! Ăçта хурам-ши пуççăма? Çӳлелле пăхрăм — çул çӳлĕ, çĕрелле пăхрăм — çĕр хытă. || Грива? (Срв. тюрк. jaл, грива). Пазух. Хура лаша çулĕсем, пĕкĕрен çӳлĕ пуçĕсем. || Влагалище. Сборн. по мед. Пит хытă ыратнă чух, ача пуçĕ хăвăрт килсе çулĕ çурăласран, ача пуçне кăшт тытас пулать. || Право. N. Манăн çол пор.

аслă çул

большая дорога (местами — дорога, менее посещаемая, не такая благоустроенная, как мăн-çол, т. е. дорога между не столь важнымн пунктами). Юрк. † Вăрăм чăршă пĕрене аслă çул хĕрринче çул пултăр. Разум. Аслă çул тума пуçланă (проводить). Т. II. Загадки. Пиллĕкĕн пĕр тăван, аслă çулпа пыраççĕ; пырсан-пырсан, аслă тăванĕ пĕчĕк çулпа уйăрлса юлать. (Алса тăхăнни).

çула май

по-пути. Изамб. Т. Халь те тăман çула май. Хорошо еще, что буран был не в лицо. Ерех. 5. Елизарпа Симунăн çула май юлташсем нумай пухăннă, пĕр вун-вуник çын (человек двенадцать).

çул уçăл

открытие „дороги“, устранеиие препятствий. ЧС. Вара атте, тепĕр пичче, шăллăм пĕр сĕвем çиппе хуран илчĕçĕ те: çăл пуçлама каятпăр, тесе, кайрăçĕ. Çав çиппе пирĕн, вилнĕ çыннăн леш тĕнчере çӳреме çулĕ уçăлтăр тесе, валашка пуçне çакса хăвараççĕ. Шыв илсе килсен, пичче Митри куçăнчи, хулхи шăтăкăнчи, сăмси шăтăкăнчи пурçăна илчĕ те, кĕпи-йĕмне çурса кăларчĕ. Вара çăва пуçларĕ. Çунă чухне виççĕн çурĕçĕ.

çулĕ

раз; встреч. в некоторых оборотах. Халапсем 26. Лешĕ, вилнĕскер, пин хут чĕнсен те чĕнес çук япала, ку çулĕ те (и на этот раз) пĕр чĕнмесĕр лара парат. Чăв. й. пур. 30°. Ăна та икшер кăмака пĕр çулĕ (в раз) пĕçерттерсе хунă. Юрк. Ку çулĕ (на этот раз) ку та ăна хирĕç çĕлĕкне хывса илсе: сыв-и? тесе, ыйтса алă та тытат. Тепĕр вăхăтра тата, çапла урам тăрăх пĕччен утса пынă чухне, кăна каллех тĕл пулса, çапла пуççапса илет. N. Ку çулĕ те çапла! тарçи пит вăрах çисе ларсан, тăранса сĕтел хушшинчен туха пуçласан, пупĕ кăна каллех: итле-ха, ирхипе кăнтарлахи апатна çирĕн, пĕрех-хут каçхи апатна та çисех тух ĕнтĕ, тет.

çул кай

выходить (выезжать) в дорогу. Хурамал. Вăл, çул каяканскер, пĕр ялта хăна килне выртма кĕнĕ. Юрк. Еврей çул каяс умĕн хăйпе пĕрле илсе каймалли япала хатĕрле пуçлат.

çул çаврăнĕçпе

çаврĕнĕшпе, по-пути. Кĕвĕсем. Çул çаврăнăçпе пĕр килтĕм, ларам халĕ каниччен. Собр. † Тăван килет ясăнса, çул çавăрнăçпе çаврăнса.

çул-çапа

не ошибка вм. çулçипе? Юрк. † Атăл варринчи шурă хăви, çуркуннене çитсессĕн, пĕр çул-çапа вăл пăхат (надо: пур çулçине вăл пухать? Солд. п.).

çул çути

монета, которую клали в гроб покойнику. Чхĕйп. Çыннине (покойника) тупăк çине вырттарнă чух, çыннипа пĕрле пĕр вунă пус укçа хунă, шĕшлĕ хунă. Укçине çул çути тенĕ.

çул тăваткалĕ

тăваткăлĕ, перекресток, quadrivium. Актай. Киле çитсен халăх пуçтарчĕç, тет. Пуçтарсан, Иван Иванăч çул тăваткалне тăчĕ, тет те, мĕн курни-илтнине пурне те йĕркипе халăхсене каласа кăтарттăр, тет. Качал. Вара кучĕрне (кучера) çул тăваткалне лартма хушрĕ (царь), вара кайса лартрĕç, тет. (Особая казнь?). Торп-к. Çавă çичĕ ялта манăн памалисем нумай, тесе каларĕ, тет. Эсĕ вăлсане парса пĕтер те, ытлашши йолсан, хăть вăтăр пилĕк пус, хăть пĕр пăт тырă йолсан, вăлсане çол тăваткалне кăларса пăрах, тесе, каларĕ, тет (умерший). Бгтр. Хăш çĕрте халь те, чир яла килсессĕн, тырă пуçтарса сăра тăваççĕ; ĕçсен-ĕçсен, кленчесем çине эрехсем, сăрасем тултарса, мал енелле каяççĕ те, кĕлкĕлесе çул тăваткалне кĕленчисеие лартса хăвараççĕ; çапла чире усатса яраççĕ. Аттик. Çул тăваткăлĕнче темиçе çул пĕрлешет те, вара тĕрлĕ çĕрелле саланса каять.

çулталăк

(с’улдалы̆к), год. См. çул-тавлăк. О сохр. здор. Пĕр çулталăк тулман (менее года) чĕчĕ ачи. N. Çулталăк çитсе ĕретлĕ салтăнса çывăрманччĕ. N. Çулталăк тулнă (годовалый) пару. N. † Ах мăнтарăн уявĕ, çулталăкран çавăрăнат. Жатва. Пит аслă çулталăк вăл: çĕр çултан та, пин çултан та, пилĕк пин çултан та иртмест вăл. Собр. Çулталăк çитсессĕн (по истечении года, через год), хайхи ăстарик киле тавăрннă. ТММ. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйха; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. (Послов.). Регули 993. Кам пĕлет, çолталăкра ташта полăп. N. Çулталăкра тăватă вăхăт шутлаççĕ: çула, кĕркунне, хĕлле, тата çуркунне. N. Çулталăкран çулталăка карта пăтти чӳклетпĕр, çырлах! Альш. † Эп салтака каяссине çулталăкран пĕлчĕçĕ. N. Çулталăк хушшинчи ачасенчен ытах та 7-мĕшпе 12-мĕш уйăхсем хушшинче нумайтарах чирлеççĕ. N. Вара пурте 30—35 пуса çулталăк иртиччен хаçет вулама пултараççĕ.

çум

çом (с’ум, с’ом), бок. Яргуньк. Эпĕ çума хыпаларăм та, манăн çумра пĕчĕк çĕçĕ пур. Орау. Хĕççине çумне çакса çӳрет (с боку). || Место, находящееся рядом. Регули 1131. Пирĕн ял çомĕ çулла вырăн. || Употреб. в качестве послелога и обозначает больщую близость к предмету. Для различных лиц: çума (çумма), çумна, çумне, çумăмăра, çумăра, çумне, çумĕсене, çумра (çумăмра), çумăнта, çумĕнче, çумăмра (çумра), çумăрта (çумра), çумĕнче (çумĕсенче). В некот. гов. встреч. сан (хăвăн) çомра, сирĕн çомра. Регули 1139. Вăл ман çома кисе тăчĕ. N. Ку хутне сĕтел çумне çыпăçтарăп (безразлично, к какой части, или с какой стороны стола). N. Хĕрес çумне пăталанă. Изванк. Тата кирек мĕн сиен пултăр тесе, çурт çумне пĕр-пĕр çĕре укçа пырса чикеççĕ. N. † Сартумккаран илтĕм сар лаша, Самар лапки çумне кăкартăм. N. Шкул пӳрчĕ çомне çĕр касса панă. Завражн. Ман çомран пĕр виç аршăн аякра утса пычĕ (шел рядом аршина на три от меня). Толст. Çынсем çунисем çумĕнчен (рядом с..) тумтир çухисене тăратса утса пыраççĕ. N. Тата урапа тул(к)кисене Рамансен çумне çакнăччĕ те, вара Михаил Павлов манăн урапа тул(к)кисене исе кайнă. Кĕвĕсем. Савни, çумна кĕмесен, сăмах ан хуш, куç хĕстер. Тайба-Т. † Чипер ача кулянат савни çумне кĕменрен. N. Вут çумне, сулахай енне сĕтелпе тенкел лартаççĕ. N. Шкул çумне темĕн тĕрлĕ аван анкарти, тата пахча туса хучĕ. Регули 1138. Пирĕн çомра (рядом с нами) порнать; вăл ман патра (у меня) порнать. Ib. 1136. Кăмака çомĕнче (у печи) тăрать (выртать). Ib. 1134. Йăвăç çомĕнче (йăвăç айккинче) çакăнса тăрать. Висит на дереве. Юрк. Юпа çумне ăвăс çурта çутса лартаççĕ. Пазух. Хăйĕ ларать хурăн, ай, тăрринче, çунаттисем пĕлĕт, ай, çумĕнче. МПП. Пыршă çумĕнчи çу. Юрк. Ачана мĕшĕн йĕртетĕн, кӳр-халĕ хама, тесе, хунямăше йĕрекен ачине хăй çумне (хăй аллине) ыйтса илсе йăпата пуçлат: апу, ачам, мĕшĕн йĕрен, ан йĕр! Ачи аван иккен, ашшĕ пекех! тет (упăшки салтакра чухне пулнă ача çинчен). Регули 1140. Орăх утсам çомне кӳлтĕм; орăх утсам патне ятам. Ib. 1132. Йăвăç çомне тăратрăм. Ib. 1133. Ман алă çомне çипĕçрĕ (= çыпăçрĕ). Козм. Пăраххот кантор çомне ларат (пристает). Тăв. 35. Иртнĕ вырсарникун Карук вăйăра ман çума кĕнĕччĕ. Истор. Ун çумне сыпса тата пысăк çурт тутарнă. N. Утă çумне кăкарса таки ан тытăр. N. † Сарă варăм хĕрсене хамăр çомала лартрăм. Шибач. Контине (свое лукошко) йоман çомне çакрĕ те хварчĕ. Регули 1135. Орăх тавраш çомне хотăм. ТХКА 105. Ман пуртă тикăра çурмаран касса татса, пĕр хыр çумне (в сосну) тăрăнса ларчĕ. Хыр çумĕнчен пурта кăларса илтĕм. Рук. календ. Квитанция çумне (к квитанции) пичет пустар. Ст. Шаймурз. Ăйхăран вăраннă çĕре сĕтел çумне çырса хунă. Когда она проснулась, нашла надпись... О сохр. здор. Ерекен чир сывă мар çынăн ӳчĕ çумĕнче анчах пулмасть, унăн кĕпи-йĕмĕ çумне... те çыпçăнса юлать. Юрк. Стена çуммĕнче пĕр кĕсле çакăнса тăнине курсан, пĕр вырăсĕ çав кĕслене аллине илет те, тытăнат кĕсле калама. Ib. Çтена çумĕнче вĕсем тĕлĕнче кĕлетки çакăнса тăрат. Кан. Куславкка урамĕсенче, çтенасем çумĕнче: индустри зайомĕ облигацийĕсене илĕр, тесе, çырса пĕтернĕ. N. Сулахай пĕçĕ çумчен шенеле çĕмĕрсе карĕ, ӳте кăшт анчах лекмен. N. Ман çĕлĕк çумĕнче сан мĕн ĕç пур? N. Уруна хорăн çомне хырса тасат. Хорăн çомĕнче тасат. Кан. Çуртсем çумĕнчи вывĕскăсем çине чăваш чĕлхине темле те кукăртса çырса хунă (написано искаженным чув. языком). N. Çтина çумне çырса хăварсаттăм. N. Арча çумне питĕркĕç тунă. К сундуку приделали запор. N. Урана йăвăç çумĕнче хырса тасатрăм (выскоблил, вычистил). Н. Кожары. Çĕççе кăмака çумăнче хырса çивĕçлерĕм. N. Ман урасем пылчăклăччĕ. Эпĕ карăм та, юпа (хурăн) çумăнче тасатрăм. N. Юпа çумне кайса тасат уруна. N. Хурăн çумăнче уруна тасат. (Это верно). N. Урана картлашка çинче тасатрăм. Н. Лебеж. Çурçĕр тĕлĕнче çумран (с моей постели, буквально „от меня“) тăрса карĕ. Артюшк. Туратне пĕрене çумĕнчен касса пăрах. Очисти бревно от сучьев. Орау. Ах, мур! сан çулăнта çынсен ачисем пурăнăç çумне кунĕн-çĕрĕн ĕçлесе хушаççĕ, эс пуррине салатан. Ах, ты, дрянь, в твои годы другие уж зрарабатывают, а ты все теряешь! || Указывает на нахождение предмета при ком-либо, т. е. за пазухой, в кармане и пр. Ау 13°. Пуртине çумне çакрĕ, тет. Хора-к. Пуртă илтĕм, çумма чикрĕм. Юрк. Кĕрӳшĕ куркинчи сăрине ĕçсен, укçине хăй çумне илет. Регули 1141. Ман çомра (при мне) окçа пор. Юрк. Карчăк, укçана акă эпĕ кунта, ешчĕке, хутăм; хампа пĕрле çумра ярмуккана илсе çӳресен, кăларса-туса илесрен хăратăп. Якейк. Виççĕр тенкĕ окçам çомăмра (при мне). Микушк. Арчи уççи анне çумĕнче (у матери, при ней, напр., в ее кармане и пр.). N. Çомма окçа похасшăн, чтобы собирать деньги. Тяптяева. Эпир сутса (лошадей), сана укçине парса, хамăр çума виçĕ пус хăварас тесе, шухăшларăмăр. Хорачка. Кĕçĕн-кĕрӳ кăчкăрса çӧрет: атьăр тоя! Арăм пор-тăк, арăмне илĕр çома, арăм çок-тăк, волашка илĕр (кĕпе волашки), ачи пор-тăк, ачине илĕр, ача çок-тăк, токмак илĕр. Панклеи. Йолашкине çомне чикет. Остальное взял с собою. N. Вулăсра укçасене пăхса тăракансем укçасене хăйсем çумне илнĕ. Кан. Пĕрин çумĕнче те хĕрес кураймăн. Якейк. Хора шарçа килĕшет, çома (на себя) çаксан килĕшет. || Вместе с..., попутно. Альш. Ăна (их) вăрçтаракансем çумĕнчен пĕр-икĕ ăса кӳртекен те пулат... Ib. Тепĕри татт ун çумĕнчен ача-пăча тăманнипе тертленет. Ib. Каччисем каяççĕ хĕрĕсем патне уллах пăтти çиме. Пăтти çумĕнчен ăна-кăна тупат, сĕтел çине хурат. Ib. Арăм çумĕнчен хĕрĕ те йĕрет вара. Ib. Православный праçник çумĕнчен тата унăн хăйĕн авалхи йăлине хисеплемелле кунĕсем те пур. Чăв. й. пур. 16°. Çапах та кунăн тетĕшĕ пурăннă пулсан, ун çумĕнчен пурăнма ăна çăмăлтарах пулнă пулĕчĕ. N. Ун çумĕнчен ерипе пуп ывăлĕ те тиечукпа улах тăрăх çĕр-хута сĕтĕрĕнсе çӳреççĕ. || В сравнении с... Орау. Ун çумăнче вăл ним те тăмаçть (ним те мар, не стоит). N. Ăвăс вутă юман вутă çумĕнче çур хакпа анчах çӳрет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 25. Çав шапасем ытти шапасем çумĕнче пит чипер пулнă. || За. Тайба-Т. † Утма ăçтан кăкарас? Улма-йывăç çумĕнчен. N. Манăн лаша юпа çумăнче кăкарăнса тăратьчĕ.

çумăр

çомăр (с’умы̆р, с’омы̆р), дождь. См. çăмăр. СТИК. Тен çумăр çăват-и кĕçĕр; пĕлĕтсем хура-хура туха пуçларĕç. Смотри, как бы сегодня дождь не пошел, все собираются черные тучи. N. Икĕ уйăхран (через два месяца) аслă вăйлă çумăр килчĕ. ЧС. Вара аслати авăтăрĕ (= авăтрĕ) те, шултăра çумăр ячĕ, кĕтӳ те кӳртĕрĕ (= кӳртрĕ). N. Çумăр çумаллипе çăвать. Дождь идет все сильнее и сильнее. Янш.-Норв. † Çумăр килет хуралса, вăрман çине шуратса. ТММ. Мана кĕтеççĕ, эпĕ тухатăп та, тарса пытанаççĕ. (Çумăр). Зап. ВНО. Çумăр юхтарса çăвать. Идет сильный дождь. Ib. Çумăр çӳпçерен тăкнă пек тăкать. Шурăм-п. Çумăр çӳпçерен янă пек çурĕ. Ib. Унччен те пулмарĕ, пĕр хĕринчен (с одного края горизонта) çумăр кăвакарса тухрĕ. Изамб. Т. Çумăр çуса иртсе кайсан, когда выпадет (или выпал) дождь. Регули 1367. Çомăр чарăнсанах, кайрĕ. Ib. 1080. Çак çомăрта порте йĕпенчĕç. Этот дождь помочил всех. Ib. 1061. Çомăртан (лапраран) каймарĕç. Не пошли, так как был дождь (была грязь). Ib. 806. Çомăр çуни лайăх мар. Ib. 412. Ыран çомăр полĕ (пожалуй будет). Ib. 410. Ĕнер-çомăрччĕ. Вчера был дождь. Сятра. Çомăр кĕрсе карă, тет, Холă кап çомăр çоат, тет. Ib. Кăнтăрлаки çомăр ниме те йорачас, тет (типсе каят), каçхи çомăр анчак калчая йорат. Ib. Ирек корак кăçкăрсан, çомăр полат, тет. Ib. Ой, чивер çомăр çоат, тӧр çомăр. N. Паян çумăр çĕре витерчĕ пулĕ (промочил небось). N. Çумăр витерчĕ мана паян (дал знать). N. Уяв вăхăтĕнче çумăршăн (чтобы выпал дождь) чӳк тăваççĕ, вăл чӳке ачасем тăваççĕ. Ст. Шаймурз. Иртнĕ çумăра юпах тьыхапа ан хăвала, теççĕ. (Послов.). Череп. Çумăр çапса çăват (хлещет). Ib. Çумăр тĕтет (льёт во всю). Ib. Çумăр çунтарат („жарит“). N. Пĕр карчăкпа пĕр старик пурăннă. Пурăнсан-пурăнсан, вăсен ача çуралнă. Вырăс йăлипе, пачăшкă хушнă тăрăх, вăсем ăна тĕне кӳртме чӳркӳве кума тупимасăрах кайнă; ялĕпе те пĕр çын тупиман, мĕшĕн тесен, кума пулас пулсан, чӳркӳве каймала: чăвашсем унта хăшĕ ĕмĕрĕпе иккĕ анчах кайнă: тĕне кĕме, вилсен. Кусене хирĕç пĕр шап-шур сухаллă пуçтаракан старик тухнă та: ăста каяттăр? тесе ыйтнă. Лешсем: ача тĕне кӳртме каятпăр та, пирĕн кума çук. Эсĕ пулмăн-ши? тенĕ. Старик хавас турĕ, ачана тĕне кӳртрĕç. Ача çитĕнет. Пĕре урамра выллянă чух, унтан пĕри: сан пуск-аçу кам? тесе ыйтнă. Лешĕ: пĕлместĕп, тенĕ. Юлташсем пурте кулса ячĕç. Ача вăтанса пӳрте кĕчĕ; амăшĕнчен: ман пуск-атти кам? тесе ыйтма тапратрĕ. Амăшĕ ăна мĕнле тĕне кӳртнине каласа кăтартнă. Вара ача ашшĕсенчен вăрттăн пуск-ашшĕне шырама кайрĕ. Çулпа утса кайнă чух, вăл пĕр хутаç çакса хирĕç пыракан старика курнă. Старик унтан: ста каян, тесе итсен, вăл: пуск-атти патне каятăп, тенĕ. Пуçтаракан: сан пуск-аçу эпĕ, ман пата пырас тетĕн пулсан, куçна хуп, тенĕ. Ача куçне хупрĕ. Уçсан, пĕр пит кетмер пӳртре тăнине курчĕ, тет. Пыск-ашшĕ ăна хунь пӳлĕмĕсене кăтартса çӳрет. Пĕр пӳлĕмре ача ала çинче такана ларнине курчĕ. Патнерех пырсан ала витĕр пăхрĕ те, халăх хĕрсе тыр вырнине курчĕ. Вăл халĕ пĕлĕт çинче пулнă. Ача тĕлĕнсех карĕ. Астумасăр такана çине пусрĕ те, таканари шу тăкăнчĕ-карĕ, ала витĕр юхса çумăр пулчĕ. Халăх хыпаланса кĕлте йăтма тапратăрĕ. Ак мĕнтен пулать çумăр. Б. Олг. Витререн (каткаран) çунă пак çурĕ çомăр. Ib. Тата вăл çомăр витрех вуртарчĕ. Кроме того, он заставил в дождь жать хлеб. N. Вăрман хыçĕнчен çомăр хăпăрать. Из-за леса идет сюда дождик. КС. Çумăр ӳккеле пуçларĕ (накрапывает), сăрат (кладку) тăвар. Артюшк. Çумăр чарăннччен, кунта кĕтсе ларар-ха! Спшрак. Эпĕр конта ларнă чох (пока мы здесь сидим), каллах çомăр çума поçланă. Сарат. Çумăрăн хӳри кăна çакланчĕ. Дождь задел только краем. Ib. Çумăр çитсе çапрĕ. Нагнал и вымочил дождь. Бюрг. Кураксем кранклата пуçласан, çумăр тухат, теççĕ. N. Çумăра яман накидкă. || В перен. смысле — о плачущем. Сред. Юм. Çумăр çăвать! (Йĕрекен çын çинчен калаççĕ). СТИК. Пĕр ушкăн çумăр çуса карĕ (т. е. он поплакал, пролил слезы. Гов. о маленьких).

çумĕр чӳкĕ

назв. моления о дожде. N. 1906-мĕш çулта, майра тăваттăмĕшĕнче, çумăр чӳк турĕç. Чиркӳлĕ Аччара çумăр чӳк Çавал шывĕ хĕринче турĕç. Акă ун çинчен мĕн калаç: кашни килтен çăмарта, çу, кĕрпе, çăкăр-тăвар пухрĕç. Вĕсене пухса пĕтерсен, шыв хĕрринче пăттине, çăмартине пĕçереççĕ. Пур çимĕçне пĕçереççĕ те, унтан чăркуççи таран шыва кĕрсе тăраççĕ. Хуранне икĕ ват çынна тыттараççĕ, хуранĕ çурри шывра. Унтан темĕскер каласа чӳклеççĕ. Стариккине аçам тăхăнтараççĕ, хул-хушшине мăнă çĕлĕк тыттараççĕ, чӳк апачне унта çияççĕ те, пурте шыва кĕпи-йĕмĕпех сикеççĕ. Унтан иртсе пыракана курсан, уна та шыва тĕртсе яраççĕ. Çав уйăхрах 7 числара Катекре те çумăр чӳкĕ турĕç. Катекри çырман пĕр енчи туман, пĕр çути тунă, çăмарта икĕ çĕр пулĕ, кĕрпе пĕр пăт пулĕ, çупала сĕт икĕ витре пулĕ. Попечитĕлствă чарма тăрăшнă та, халăх пушшех урса кайнă. N. Пирĕн Çĕрпӳ хулинче, Мами вулăсĕнче, Ачча приходĕнче çумăр чӳк тăваççĕ. Ачисене ваттисем хушаççĕ. Вара ачасем çăнăх, кĕрпе, çу, çăмарта пуçтарса çӳреççĕ, унтан пĕçереççĕ. Пĕçернĕ чух та ачасене çерçи чĕппи илме яраççĕ. Ачисем çерçи чĕпписене илсе пыраççĕ, хăшне шыва яраççĕ, хăшне яшка çине яраççĕ те, унтан, çимелле пулсан, тĕслĕрен курăк татаççĕ те, шыв хĕрне лартаççĕ. Вара яшки пиçсен ялти ватă стариксене, юмăç-карчăксене чĕнеççĕ те, сăрт çине шыв хĕрне яшкине йăтса каяççĕ. Унтан вара ват стариксем, юмăç-карчăксем çĕлĕккисене хул-хушшине хĕстереççĕ, чӳклеççĕ. Яшкине, пăттине, çерçине, çăмартасене, пашалусене çинĕ çĕре пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те — пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. Шур тăхăнма юрамасть, тет. Вара, пурте пухăнса çитсен, апат çияççĕ. Апат çисе тăрансан, шыва сикеççĕ. Тата хăшĕ сикмесĕрех тараççĕ те, вара вĕсене виççĕн-тăваттăн хăваласа тытаççĕ те, тӳрех шыва утаççĕ. Хăшĕ çапах тарса хăтăлаççĕ. Вара шывра кăвакал пек лапăртатаççĕ. Мами вулăсĕнче Шăхасан приходĕнче çаплах тăваççĕ.

çун

çон (с’ун, с’он), гореть. Чураль-к. † Чăл-чăл çунан вут çутти, катаран курнан вут çутти. Ib. Шел-квар çунса выртать, тимер сенĕк лартнă, хура кĕçе сарнă. Регули 315. Çортасам çонаççи? — Эп онта чохне çонатьчĕç. Ib. 354. Эп пыриччен çоннăччĕ. Сгорело до моего прихода. Ib. З55. Эп пырсан, çончĕ (çонниччĕ). ФТТ. Çуннă япалана çисен, упа тытмасть, тет. (Поверье). СТИК. Мĕн шăрпăкĕ илмелле, пирĕн вучахра вут çунах тăрат вĕт (беспрерывно горит). П.-Пинер. Çунайăрçинччĕ вут çинче. Сгореть бы им (врагам) на огне. Форма грамматически неправильна; надо: çунайрĕçинччĕ или çунайĕçинччĕ. N. Ăнсăртран çунса-туса кайман пулсан. N. Пирĕн ял икĕ аяккипех çунчĕ. Вут тухрĕ те, ялĕпе çунса кайрăмăр. N. Кам арки çине вут ӳкет, вăлах çунать, теççĕ ватă çынсем. Альш. Улăм çунса тухат та, кăмаки умне ӳкет. Огонь, перебивается по соломинкам и падает у печки на пол. || О погоредьцах. Земл. Пирĕн ялсем çула çунса çунаççĕ, вĕсем: хăçан вут пулнине астумастăпăр, теççĕ. ЧП. Эпĕ пиччепе çуна туртса килтĕм те, çуннă çĕре кайрăм. Ib. Çынсем, çунсан, тырă пухса çӳреççĕ, эпир те çавсем пекех хутаçсем çакса çӳрĕпĕр çав. Бес. чув. 5. Пĕрре, çула, вĕсен ялĕ çунчĕ-кайрĕ. Изамб. Т. Епле, пирĕн хурăнташсем те çунни? — Павăл пултăру çунчĕ. || О хлебах (в жару). N. Тырăсем çунса карĕçĕ кунта. || О ярком блеске. Сред. Юм. Çôнса тăрать. Так говорят о блестящих предметах (гиперболическое выражение). Ал. цв. 6. Вăл хĕрлĕ хĕвел пек çунса йăлтăртатса ларать. Сред. Юм. Çунса тăрать (очень изящная вещь). || О сердце. С. Айб. † Ĕнтĕ ăшăм çунат, ăшăм çунат, çулăмсăр çунакан та кăмпа пек. N. Манăн чĕре çунса тухать саншăн. N. Ман ăш пĕтĕм çонса ларчĕ. || Употребл. в бранных выражениях. Буин. Çунтăр-и алтуйăву. Ну ее к чорту, твоею тросточку (с’ореть бы ей). Изамб. Т. Çунса каяшшĕ (çунашшĕ çунса кайманă), таçтĕлте чупса çӳрет! Чорт его знает, где он бегает. (Брань). Череп. Эх, çуннă (или: çунса кайнă) япала! (Брань, относящаяся к человеку, или к вещи; говорится когда что-нибудь не ладится, не выходит). КС. Çунса кайтăр! Ну его к чертям! (Гов. о предмете, которому не придают важного значения). Кама 48. Ку çуннă саманипе туйне те тăваймăн ĕретлĕ. Рак. Çунса кайтăр çанталăкки, пĕртте латти çок. Чтобы чорт подрал эту погоду, она никуда не годится! || Пригорать (о кушаньи). N. Пашалу пичĕсем çунаççĕ, || В различных перен. выраженнях. Изамб. Т. Çунса тухнă (бедственную) пурăнăçа кирек мĕн чухлĕ ĕçлесен те çитереймĕн. Ib. Вутсăр çунманă (не сильная брань). Ib. Эпир вутсăр çунса тухнă. Наше положение ухудшилось ни с того ни с сего. N. Мĕн пур пурăнăçăм манăн çунса кайрĕ. N. Юлашкинчен вăл Ольгăнăн çунса кĕтсе тăнă ĕмĕтне (пламенную надежду) çитернĕ. || Топиться (о печке). Орау. Кăмака çунать-и? Топится-ли печка? Ib. Кăмаку çунса пĕтри? Протопилась-ли у тебя печь-то? Ib. Пĕр кăмаки çунса пĕтменччĕ те: хуп еппин ăна, терĕ (сказала). N. † Мулча хĕрсе çунат-çке. Баня топится во всю. || Быть палиму солнцем. Утăм. Çунса выртан хура пусса пуян валли алтать вăл тарăн. || Горевать. ССО. Çавăнпа ĕнтĕ вĕсем малашне çын сăнне ан курайччăр, шăтăкрах выçăхса çунса вилччĕр. N. Вĕсем çунса ирттернĕ. Они уже пережили все свои горести. Ст. Чек. Çунат-ĕçке çак тăлăх хĕр (горюет, терпит разные невзгоды). N. Ну, ачам, мана çунма нумай пулчĕ. N. † Хĕре çамрăкла парайса: хыпса çунтăр, терĕр пуль. ЧП. Выртса ĕçрĕм ăшăм çуннăран. Ib. Ут пыраймасть çумăр та, ай, çунăран, ай, çунăран; эп юрлатăп ăшăм, ай, çуннăран (от тоски). N. Ĕлĕк выçăпа çунса çӳрени те çитĕ. Достаточно того, что и раньше маялись голодные. || Беспокоиться, заботиться. N. Çапла вара арăмĕ килте çунса тăрать, упăшки ăна пĕлмесĕр укçине салатать. Орау. Саншăн çунсах ӳкрĕ ку, кĕт, килсĕн (= килĕсĕн)-килмĕсĕн! Будет он о тебе горевать, жди! Ему всё-равно, придешь ты, или нет, N. Çунса, чупса çӳрерĕç. КС. Эп ун ачи-пăчишĕн ĕçлесе çунса пурăнтăм. N. Мĕнле майпа та пулсан укçа тупса пуясшăн çунаççĕ. Чураль-к. Вĕрене вутти вĕтрен пек, юман вутти хĕлхем пек; çав хĕр ăшчикки çав ачашăн çавăн пекех çунтăр. (Из наговора). Орау. Эпĕ уншăн пит çунмастăп. || Сильно хотеть. N. Çавăн пекех арçыннисем те, хĕрарăмпа пурăнас йĕркене пăрахса, пĕр-пĕрнипе аскăнлăхшăн çунса пурăнчĕç. N. Эпĕ санăн хыпарна питĕ пĕлесшĕн çунса тăратăп. (Из письма). N. Пурне те пĕлесшĕн çунса тăр. Букв. 1886. Ытла курасшăн çунаттăн, еппин хай нушана аранах куртăн пулать-ха. Кан. Ялти хресченсем маневăрта кам парăнтарассине пĕлесшĕн питĕ çунаççĕ. Ала 8. Эпĕ сана питĕ юрататăп, манăн чунăм пит саншăн çунать. || О жажде. Орау. Çунать вăл, çунать ĕçесшĕн. N. Манăн çунса тухас пек ĕçес килет. Меня томит жажда. N. Шывшăн çуннă çын (жаждущий). Ст. Чек. Шывшăн çуннă. || В перен. знач. N. Чунăм шывсăр ĕнтĕ çĕр пек саншăн çунать. Янтик. Ах, çав ухмахсем! иккĕшĕ те пĕр хĕршĕн çунса çӳреççĕ, тепĕр хĕр çук-ши кăсен валли ниçта та? || Стараться. Кан. Халĕ кружок членĕсем вилнĕ поетсен пултарулăхне сăнас тĕлĕшпе çунса ĕçлеççĕ.

çуп

(с’уп), ударить, бить в ладоши, бить ладонью. Рук. календ. Прокоп. Çуп — вообще бить ладонью (напр., кутран). Кап. Хăшĕ сиккеле-сиккеле ташлаççĕ, хăшĕ аллисемпе çупаççĕ (бить в ладоши). Юрк. Юлташĕ çапла ташланине курса, сивĕннĕ пек пулса, тытăнчĕ тата (тепри) икĕ алăпа алă çупма. Ходар. Вăл ташланă чухне, ыттисем алă çупса лараççĕ. ТХКА 88. Эпĕ юрласа пĕтерсенех, мана пурте алă çупса ырларĕç. ЧП. Вырăс сиксе ташлинччĕ, майри сиксе çупинччĕ. || О листьях деревьев. Такмак. Çулçи çупса тăрать, улми ташласа тăрать (у яблони). || Дать пощечину, ударить по щеке. N. Мана çав çитсе тытрĕ те, пит урлă пĕр-иккĕ çупса ячĕ. Орау. Ăна питĕнчен çупрĕ ячĕ (неожиданно). || Заворачивать (пирог). В. Олг. Коккăль çоп. || Точить (косу). Ир. Сывл. З6. Çупса яран, мăкалсан (çавана), лапаткана янратса. || Вертеть веретено между ладонями (при прядении). СТИК. Çупса авăрлат (хытă авăрлат, вертя веретено между ладонями). || Шлепнуться.

çулкам

пощечина. || Гроздья, кисть (ягод). В. Буян. † Шыв хĕррииче пилеш пиçет-ĕçке, çупкăмĕсем шыва ӳкеççĕ. Пазух. Шыв хĕрринче пилеш те, ай, пиçет-çке, çупкăм-çупкăм шыва та, ай, каять-çке. Байгул. Куснар урамĕ — аслă урам, икĕ айккипе палан йывăç. Çупкăм, çупкăм паланĕ. || Отдельные слои сена, которые подают на стог. Тури-Карапаш. Капан тăррине утă панă чухне çав утта çупкăм, теççĕ. Ib. Ачасем, капан тăрлама лайăхрах çупкăмсем тăвăр, начар тусассăн, капана шыв кайма пултарать. Тюрл. Капан хонă чоне çопкăм çапса пыраççĕ, кайран варне толтараççĕ. Лайăх çопкăм çапсассăн, капан та аван полать. || Горсть кудели, которую дергают от мочки ладонью. Сред. Юм. Пĕр çôпкăм сӳс шăртларăм. КС. Пĕр çупкăм сӳс, прядь, ухватываемая в горсть.

çупкăн

кисть. Ст. Чек. СПВВ. ТМ. Çупкăн = сапак; пĕр çупкăн хурлăхан тупрăм, теççĕ: çупкăн тесе пит пысăк пиçсе çитнĕ çимĕç сапакне калаççĕ. СПВВ. Çупкăн = сапака. Ib. Пилеш çупкăнĕ-çупкăнĕпе çакăнса тăрать. Альш. † Шыв хĕрринче пилеш пиçет-çке, çупкăн-çупкăн шыва ӳкет-çке.

çуптăк

количество очищаемой кудели, помещающейся на шăрт’е. Кан. Михалкка тем шухăша карĕ те, йăмрасем хыçнелле тайăлса, анан хĕвел çине пăрнăçса пăхса, тап! тăчĕ капан çинче хĕлри çуптăк(?) юсаса тăрăн арăмĕ çине пăхса. || Кисть (ягод). Яргуньк. Пĕр çуптăк (но не „сапака“) палан, кисть калины. Ib. Пилеш çуптăкĕ (также — пилеш сапаки).

çур

(с’ур), то же, что çывăр, çăвăр, спать. СПВВ. ТА. Çурас = çывăрас. Сятра. Пĕр çĕнĕ-çын кăнтăрла вус аньа (= ăвăс айне, под осину) кĕрсе выртса, тет те, çурат, тет. Шибач. Выртрĕç те çурчĕç. Сятра. Хытă çурса лартса (выспался), кăнтăрла выртса та! Ала 29°. † Ай, аки, сарă аки! Илсен ман арăм полмăн-ши? Çурсан, ачи польмĕ-ши? N. Вонпĕр сахатра тин çуратпăр (ложимся спать), онсăрăн ĕç пĕтмес. Сĕт-к. Сурни (спанье) путьăнлах полмар, ахаль йăванкаласа выртрăм анчах. (В Якейк. этого оборота нет). || Застояться (о крови), одеревенеть (о ноге, руке). Шибач. Йон çурчĕ. N. Ура çурнă.

çур

(с’ур), разрывать надвое, разорвать. N. Вилнĕ çыннăн кĕпине хывса илмеççĕ, çурса кăлараççĕ. Чăвашсем 26. Унтан вара çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. N. Эпĕ кĕпене туратран (за сук) çаклатса çуртăм. || Распороть. N. Пулла çур. Бес. чув. 11. Пĕр йывăр çыннăн хырăмне хĕçпе çурса янă. || Разбивать (голову). Абаш. Конта ӳксе, поçна çорăн! (напр., на льду). Б. Яуши. Ача хăвăртрах пуçне тата икке çурса пăрахрĕ, тет те, хуçана тăратма карĕ, тет. || Колоть, раскалывать, пилить, рвать вдодь. Тăв. 14. Унтан лăпсăркка сар чечеклĕ аккас, чаршав пек яр уçăлса, çинçе пилĕклĕ пуп хĕрне çурса кăларчĕ (вдоль). Ib. ЬI. Анаткас пуянлăх пит аван курăнать. Пурин те çурса тунă ампарай, пахчинче хăмла, пыл-хурчĕ. Кратк. расск. 9. Тепĕр кунне ирхине ирех тăнă та, вутă çурнă. Çутт. 42. Атте авăн кăмакине çурман юман вутти пăрахрĕ. || Окучивать. Альш. Унтан ăна (картофель) çумлаççĕ, çум вăхăтĕнче суха-пуçпе çураççĕ. Ямаш. Пирн паян омма çормала та-ха (соха пуçпе копаламалла). || Размывать. N. Шыв çурса каят. Баран. 243. Океансем çĕрелле çурса тăракан пайĕсене тинĕссем теççĕ. Трхбл. Ăна пытарнă тĕле шыв çурса кайнă (водою размыло его могилу). N. Вăл (он) лачака çине те кĕнĕ, шыв çурнă лакăмсене те кĕрсе тухнă. || Обдирать (зерно). N. Кĕрпе арманĕ умĕнче виç путалкка тулă çуртăм. Толст. Кĕрпе çуракан арман (круподёрка). Эпир çур. çĕршыв 23. Тата уйрăм кĕрпе çурмалли арман пур, çу çаптармалли машшин пур. || Перерезать. Эпир çур. çĕршыв 23. Сылтăм енчен улăхалла çак хире виçĕ тип çырма çурса тухаççĕ (перерезают три оврага). || Зарезать. К.-Кушки. Пирĕн сурăхсене кашкăр çурнă. Наших овец зарезал волк. Юрк. Лашине кашкăр çурса тухат. || Пробивать. Кĕвĕсем. Чăршă кĕлет алăкне витĕр çурса кĕрĕпĕр, вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || Разрушать. Вĕлле хурчĕ 27. Карас çине хăпарса пĕтĕм караса çурса (çул туса) шăтарса ерешмен картипе карса пĕтереççĕ. N. Питĕ хытă юрлаççĕ, пӳрте çурса прахас пек (того и гляди изба рухнет) — ним те пĕлмеççĕ. Альш. † Ула пилĕк качака, капан çуран йăли пур. || Бить кнутом. Хĕрлĕ урал № 10, 1921. Çынсене пушăсемпе çурса пĕр йывăçшăн тăватă пин тенкĕ илет. Ала 95. Эсир вăл ачанăнне кĕпине-йĕмне мĕншĕн хывса илнине пит лайăх пĕлетĕп, эсир ăна пыйти-шăркине пăхас тесе мар, унăнне тирне çапа-çапа çурас тесе, хывса илнĕ, тенĕ. || Распускать (почки, листья, цветы). Пазух. Хурлăхан çеçке (цвет) çурсассăн, килет çыран илемĕ. Самар. Тин çурнă çырласем. Ау 355°. † Шур Атăлăн шурă хăви çĕнĕрен çулçă çура-çке. || Разрезать (воду). N. Пулă Çавала хирĕç (против течения р. Цивиля), шыва çурса, çухăрса кайрĕ, тет. Баран. 81. Лере тата ураписемпе тинĕсе çурса пăрахут ишсе пырать. Сред. Юм. Кăçалхи тырра çĕлен те çôрса тохас çок. Нынче очень густой хлеб, так что змея не проползет. || Бить, ударить в нос (о запахе). ЧС. Ĕнĕк шăрши (запах гари) сăмсана çурать. КС. Ача сыснă-им? Пăх шăрши çурать! Орау. Такăш сысрĕ ĕнтĕ (ventris flatum emisit), шăршă çурать. || Оглашать, греметь (о звуке). Кĕвĕсем. Пахчан пĕр хĕрĕнче юрласан, сасси илтĕнет тепĕр хĕрне; пахча вăта çĕрринче юрласан, сасси çурать пахчана. Альш. Хĕрсем каччăсем янратса çурса юрласа кĕвĕ калаççĕ ялта. Ib. Хĕлĕ-çăвĕ урама тухса уншăн-куншăн пĕр-пĕринпе вăрçаççĕ, урама янратса çурса. Ib. Шăри-шари кашкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Ст. Яха-к. Шăнкрав сасси ял çурат (гремит по деревне. Çăварни). Полтава З8. Аçа-çиçĕм сасартăк пĕлĕте çурса янтратсан, шартах сиксе çын чĕтрет. N. Вăл аллипе пĕр сулать, ĕçекене шав ырлать: ĕçет, çиет туй çынни, тĕнче çурать юрлани! Сунт. Пĕр минутран Пруккан çамрăк вăйлă сасси вăрмана çурчĕ. Çутт. 112. Пĕтĕм яла иккĕшĕ çураççĕ. || В перен. смысле. Бур. † Тантăшран лайăх пулас мар, тантăш чĕрине çурас мар. || В чувашизмах. N. Чуна сурчĕ çут тĕнче: аптăрамăп халь ĕнтĕ — тăр кăнтăрла тĕлĕнче хавас улăх варринче. Сред. Юм. Пуç-куç çурса çурет. „Ходит (или работаеть) главным, без боязни“. Ск. и пред. чув 89. Пĕтĕм ăшне-чиккине çурать хăватлă яшки (т. е. яд своим действием выворачивает желудок).

çурăк

разбитый, расколотый. N. Çурăк чан (куршак, чукун) чарлатать (издает особые, нечистые звуки). ГТТ. Çурăк чĕре, разбитое сердце? Сред. Юм. Çôрăк çатма тесе пит çôхăрса сăмахлакан çынна калаççĕ. СТИК. Çурăк чан (о человеке, говорящем тонким, раздирающим голосом. То же и в Сред. Юм). КС. Çурăк хăма, пĕр-пĕр япалапа перĕнсессĕн, çартлатать. || Трещина, щель. Юрк. Пĕрене е ытти япала çурăлсан, çурăк теççĕ. N. Çĕр çурăкĕ, трещина в земле. || В перен. см. Сред. Юм. Кôнта пит кирлĕ мара ан йăмахлăр, çорăксĕм пôр. Здесь о всякой всячине не говорите: чужие дети есть. Срв. аналог. русск. „здесь лишние бревна есть“.

çуркăчă

трещина. Тимяш. Ун çинче (шыв çинче) икĕ аршăнтан пĕр çуркăчă пур.

çуртар

(-дар), понуд. ф. от гл. çур. N. Кĕрешсене çуртарса, хăма туса хур. Вели расколоть кряжья на доски. К.-Кушки. † Кĕленче çăмарта çурăлчĕ, кустара пĕлмесĕрех çуртартăм. || Обдирать. N. Ыраша çуртараççĕ-и? Обдирают-ли рожь? Сред. Юм. Çăнăха пит шолтра авăртсан: çортарайнă вит (только ободрали), теççĕ. || Провести борозды по бороздам же. Рук. календ. Прокоп. Шăтса вершук пулсан, çумне пĕтермешкĕн йывăç сӳрепеле пĕр виçĕ-тăватă хут сӳрес пулать; пĕр шит ӳссен, çуртарас пулать. || То же, что çурмалантар? N. Эпĕ вилмесĕр анана ан çуртарăр... вилмесен хамăрах çурса пăрахăпăр.

çур

завертывать холст после лощення. См. чĕрке, чăр. Изамб. Т. Пире (холст) пĕрене çине хурса пиллĕкĕн-улттăн çапаççĕ. Чи кайран ăна çураççĕ. Пĕри-пĕри çав пирĕн вĕçне пĕрене çине урлă хурса пĕр пĕччен çапать. Тукмакĕ сасси хăш енче илтĕнет, ул вара (çапаканни) арăмне çав енчен илет. Хĕр пулсан çав енелле качча каят.

çур

çор (с’ур, с’ор), весна. N. Çур çывхарса килет. Приближается весна. Ягутли. Пуш уйăхин вуннăмĕш кунĕнче çур пуçланать. Ала 95. Мĕскĕнсен çура хирĕç (к весне) тырă-пулă пĕтет. Юрк. Вăл çур пит йĕпе çур килчĕ, çураки сухаланă вăхăтра куллен тенĕ пек çумăр çăватчĕ, анасем çинче путатчĕ. Ib. Çур иртрĕ, çăв килчĕ. Çăв иртрĕ, кĕр килчĕ. Кĕр иртрĕ, хĕл килчĕ. Хĕле кĕтĕмĕр. Орау. Çур киле пуçларĕ, çуркунне пуласшăн (хочет быть весна). N. Сĕлĕ мĕле çитĕнет çортан вара? К.-Кушки. Çур пит хĕнпе килет. Весна — поздняя. Ib. Çур вăраха пычĕ. Весна тянулась долго. Орау. Кăçал çур ир килчĕ (наступила рано). Ib. Çур кая юлать пуль кăçал (видно запоздает). Шибач. Вара вăлсам çола тохрĕçĕ. Йăванĕ калать: ну аки, тет, айта, тет, халăхсам çаран параççĕ, тет. Б. Олг. Эпĕ шохăшласа порăнтăм çортан вара кĕрччен (с весны до осени). N. Çора тохсассăн, по наступлении весны. Сред. Юм. Пĕр мăшăр атта çорконне тăхăнма пуçларăм та, çав çортан çора (с весны до весны) пĕр çола пычĕ çав. N. Çура тухрăмăр. Начинается весна. || В смысле наречня. Сĕт-к. † Ки-кик-ка-как! хор-кайăк, кĕр каять те, çор килет, эпĕр апла полмăпăр. N. † Хура чĕкеç пулам-и, хуралтă çине ларам-и? Хуралтăр çĕрет, тийĕсĕр (если выскажете), çур килĕп те, кĕр кайăп. Юрк. † Крымски çĕлĕкне чалăш лартса, кама ăсатрăн çурăн çĕрĕнче? Ăсатайрăн çурăн çĕрĕнче, йăпатайрăн çемçе чĕлхӳпе.

çур-шыв

çур шывĕ, весеннее половодье. Юрк. Çур-шыв вăхăтĕнче пĕр чăваш арăмĕпе пĕр тутар арăмин шыв урлă каçмалла пулнă. Ib. Çур-шыв вăхăтĕнче. Ib. † Хура хурсем чĕпĕ кăларнă самай çур-шыв типнĕ вăхăтра (после спада воды). Ib. Çур-шыв (разлив) пит вăйлă пулчĕ. КС. Çур шывĕ.

çур

половина. См. çурă. Шурăм-п. Пыл çур катка анчах. Меду только полкадки. М.-Чолл. Кам иксĕртен тупать çав кайăка, çавна çур патшалăх (полцарства) парап, тет. Кожар. Пĕри çур шыва (до средины речки) ишсе çитрĕ те, ывăнчĕ те путрĕ. Изамб. Т. Ул урамăн сулахай енче çур урамĕ (половина домов) урамалла пăхса ларат. С. Айб. Кун çурта çавăрăнса килчĕ. Сьездил (совершил путь туда и обратно) в полтора дня. (В СТИК скажут — кун çурăра, с очень кратким „ă“). Орау. Çур ăслă япала, полоумное существо. КС. Мана çур валли пачĕ (половину доли). Сред. Юм. Çор вырăс, çôр чăваш. (Гов. если мать русская, а отец чувашин, или же отец русский, а мать чувашка). Синьял. Хампа пĕрле юрлакана çур кăмăла парăттăм. N. Çур кĕрепенкке, полфунта. N. Çур пус, полкопейки. N. Çур пăт, полпуда. Альш. Старикки арăмне калат, тет: арăм, çĕтĕкне-çурăкна, çур çăкăрна кăмакана пăрах. N. Ĕлĕкхи çур вăй та çук. Чотай. † Пӳрчĕ ларать — çор чӳркӳ, хĕрĕ ларать мара пак. Сĕт-к. Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни). N. Çур хирĕ хура выртать.

çурма

половина. КС. Çурмаран хуç. Переломи пополам. N. Пуçĕнчен пуçласа ури тупанне çитичченех çурма таранччен ӳчĕ типсе хăрса кайнă унăн. Кĕвĕсем. Хампа хирĕç тăрса калаçакана çурма чунăма çурса парăттăм. Сред. Юм. Ăсĕн кăçал çорма хĕлтех çиме пĕтнĕ, тет. У них, говорят, нынче хлеба хватило только до половины зимы. N. Çурма тура (в полугоре), пĕр пит илемлĕ курăнса тăракан сăрт çинче. || Средний. ХЛБ. Çĕртме хыççăн сӳресессĕн аван мар, çĕр вара сывлăш çавăрса илеймест; сӳремесĕр вăхăт нумай иртсен те, юрамасть: усал курăкăн тымарĕсем шанаймаççĕ, çавăнпа сӳрессине çĕртмепе хутăштарнă (!) хушшинче çурма вăхăтра сӳрес пулать. || Орау. Темскерле сурма этем (урод, полоумный). Изамб. Т. Мĕй кирлĕ маррине калаçан, çурма! || Прозвище мужчины. Альш.

çурма çул

, çорма çол, половина пути. Употр. только в выраж. Трень-к. Çорма çола çитрĕмĕр (иначе: эпир килни çорри полчĕ). Мы проехали (прошли) половину дороги, или пути. Çор çол, значит только полгода. Изамб. Т. Çурма çула çитрĕмĕр. Доехали до половины дороги (т. е. проехали половину пути). N. Вăл çурма çула çитсен пĕр паллакан хуçана тĕл пулнă та, каç выртма çавăнпа пĕрле чарăннă. Арçури. Çурма çула çиттессĕн, çурхи сурăх пулчĕ карĕ (обратился в овцу). || N. † И памăпăр, памăпăр, илме килсен чармăпăр; çурма çула çитсессĕн (до зрелого возраста?), хамăрах лартса ярăпăр (невесту).

çорма çолхи

средних лет, зрелого возраста. Моркар. Çорма çолхи çынсене касса тохма хош, тет. М. Васильев № З, З5. Пĕр çĕр эрне иртиччен çорма çолхи пĕтмелле.

çурпилĕк

, çурпиллĕк, назв. меры земли (полдесятины, ползагона). Сред. Юм. Çурпилĕк, поземельная мера в 720 кв. саж. Ст. Чек. Çурпилĕк, мера земли (10 саж. ширины и 80 саж. длины). Н. Седяк. Çурпилĕк 1/2 десятины. Тюрл. Çорпилĕк, ползагона. КС. Çурпилĕк, ползагона (1/2 десятины). Ярмушка? Çорпилĕк, 1/3 казенной десятины. Изамб. Т. Теçет-тинере (длина 160 с, шир. 30 с.) виç çурпилĕк. Пухтел. Çурпилĕк (20Х60 саж.). Шибач. Çурпилĕк тесе анана калаççĕ (пилĕк отăм?). Орау. Анан çуррине çурпилĕк теççĕ. Т. VII. Вăлсем пĕр çурпилĕк пăри акнă, тет. Никит. Манăн çине çурпилĕк ыраш акма виçĕ тенкĕ юлнăччĕ. ЧС. Виç çурпилĕк юнашар вырма лайăх тееççĕ. Собр. † Çула тăрăх çурпилĕк, ялан тулă акаттăмăр. СПВВ. † Çула тăрăх çурпилĕк (ползагона), акрăм тулă — пар турă.

çурштав

полбутылка. Етрух. Юмăçĕ хакне каласа парать: пĕр тенкă çурă укçа та, çурштав эрех, тет.

çура

(с’ура), детёныш. См. çурă, çăвăр, çӳрĕ, çӳр. Альш. † Тикки хире тилĕ çура тунă, хăй çурисем хăйсене пулас пек. Изамб. Т. Китăн ами (самка кита) е пĕр çура, е икĕ çура тăват. Яргейк. † Атти çури пуличчен, çырла çеçки пулас-мĕн. Альш. † Аннен ачаш чунĕ (нежное дитятко) эп, çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ эп, аслă пӳртĕш çури эп (ам. б. çурри, т. е. половина?). N. Кӳр-ха çурине (малюточку; здесь афф. З-го л. обозначит только ласку) ман патма. || Рой. Кĕвĕсем. Вуникĕ те вĕлле хуртăма çуллен çура хушманшăн ӳпкем пур. N. Вĕллине уçса пăрахас пулмасть, уçсан, çурасене (çăврасене) шăнтма пулать. || Прибавок к основе, чтобы сделать холст пошире. Янших. Б. Çура хушнă тесе кумми çумне хушнине калаççĕ (если находят, что холст узок.)

çурам

мое дитятко! (Обращ. к детям). Альш. Çурам. Мое дитятко! Ib. Çавăрăнат хай ашшĕ-амăшĕ кăмăлĕ: хам çуратса ӳстернĕ хам çурам (мое дитя), тет; килтĕр, тег (т. е. родители прощают свое дитя). Орау. Çав карчăкпа старикĕн качаки: çурамсене çăвăрлама пĕр мулчăра парăр мана, тесе, ыйтать, тет.

çурал

(с’урал), родиться. ГТТ. Хĕн çуралсан, амăшне йывăра килет, тет; çăмăл çуралсан, ачана йывăр килет, тет. Ib. Çăмăл çуралчĕ. Роды были легкие. Изамб. Т. Ача кутăн çуралсан, кутăн пулат, теççĕ. N. Ĕнтĕ кунтан (отсюда) таврăнсан, аннерен çĕнĕрен çуралнă пек пулăттăм. Юрк. Çăкăр епле манран аслă пултăр? Эпĕ вăтăр çулта, ăна эпĕ çуралаччен пĕçермен-тĕр? тет. Чхĕйп. Тĕттĕм çĕрти курăк, шăтса тухса, пĕр çимĕç кӳмесĕр хăрса кайнă пек, чăвашсам та ĕлĕк нумайшĕ çурала-çурала, ватăла-ватăла вилнĕ. Сунт. Ĕлĕксенче ача çуралассинчен хăраса, е пăвса, е им ĕçсе вĕлернĕ. N. Çĕнĕрен çуралса пурăнсан та, ăса кĕрсе пĕтеймĕн. || Нарождаться (о месяце). Календ. 1904. Уйăх çуралсан, тăваттăмĕш кунĕнче уяр пулсан, уйăхĕпех уяр пулать, йĕпе пулсан, уйăхĕпех йĕпе пулать. || Появляться, зарождаться. Шихаз. Çав хура вăрмана тĕнче çуралнăранпа та çын кĕрсе ура йĕрри туман. (Из наговора „пăсташ тасатни“).

çураç

çораç (с’урас’; с’орас’), мириться. П. Сорм. Вăрçма килтĕн-и, çураçма килтĕн-и? Болезни. Кама-та-пулин хур тунă пулсан, е хуйхăртнă пулсан, çавсемпе çураçас, килĕшес пулать. || Соглашаться. Шурăм-п. Микки çураçрĕ, хăйпе пĕрле вăрра илсе кайма пулчĕ. N. Иван Сусанин ăсатма çураçсан, поляксем пит хĕпĕртенĕ. || Сватать. N. Мана учитĕле çураçаççĕ (сватают за учителя). N. Анна качча карĕ Туçана, халĕ чирлĕ, хăйне çураçман-ха. N. Ну, патша çураçат, тет, хĕрĕпе Ивана, аптăратнăран. Ск. и пред. чув. 70. Çак ырă çын Михетер хăйĕн херне юратса, аслă çăварни хыççăнах хучĕ ăна çураçса (просватал). N. Пирĕн Укçинене çураçса карĕç. N. Ман валли хĕр çораçма кайнă. N. Аньока хăш ялсене çораçса янă? — Иккассинене (Иккасси ачине). Юрк. Хĕр çураçаççĕ, авлантараççĕ, туй туса илеççĕ. ТХКА 26. Çав çулне Шураçри мăн Тимухха ывăлне авлантарма Штанашран хĕр çураçнăччĕ. Янш.-Норв. Пирти чăвашсем ывăлĕсене авлантарас пулсан, хăшĕ хĕрсене вăрласа илеççĕ, хашĕ хĕр ашшĕпеле чипер килĕшсе, хĕрпе каччине юраттарса илеççĕ, ăна вĕсем çураçса илни теççĕ. Ib. Евчи çапла сăмах çӳретсе темиçе те хутлать, кайран вара чысти килĕшеççĕ те, хĕр ашшĕ патне çураçма каяççĕ. Вĕсем унта пĕр витре сăра ăсаççĕ, тата çурштава яхăн эрех илсе ĕçсе çиеççĕ. Чысти ӳсĕрĕлсе çитсен, хĕр ашшĕсем хĕрне кĕлетрен шур пир илсе кӳрттереççĕ те, парне касса авланас текен ашшĕне пама хушаççĕ. Хĕрĕ ун чухне вара йĕрет, ниепле те касасшăн мар, амăшĕсем ирĕксĕрех кастараççĕ. Хĕрĕ пире ирĕксĕрех касать те, упăшки пулассин ашшĕне парать. Аланас текенин ашшĕ унăн вырăнне хулăм укçи парать. Çапла вара вĕcем çураçаççĕ, унтан турра сăхсăхкалаççĕ те, авланас ашшĕне качалка урапапа киле леçсе хăвараççĕ. Авланаканăн ашшĕ парнине пиçиххи çумне хĕстерет те, урапа çинче кăшкăрса анчах пырать. НАК. Çапла калаçсан-калаçсан, мĕн чухлĕ те пулин çураçаççĕ вара. Е çĕр тенкĕ, е çитмĕл тенке, е аллă тенке, мĕн чухле çураçма май килет, çавăн чухле çураçаççĕ (устраивают сватовство, порешают дело). N. Каччи çураçма çӳремест, каччăсăр çураçаççĕ. Т.-И.-Шем. Пушă пăрахсан, çураçма хатĕрленме тытăнаççĕ, малтан хăçан çураçмаллине канаш туса кун хураççĕ. Кунне пит тиркеççĕ, çуна пăрахнă кун ан пултăр, ытларикун ан пултăр, хăш кун хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат. Юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр. (Больше всего „çураçма“ назначают на эти счастливые дни).

çураçуллă

мирный; мирно, в согласии. Бес. на м. г. Вĕсене çураçуллă, варлă тăвас пулать. Шыв çинчен. Вĕсем, пĕр тăван пекех, ятлаçмасăр, пĕр-пĕринпе çураçуллă пурăннă. || Согласный. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. З4. Çăм, тĕк, хупă, тата тир тĕсĕсем, пуринчен ытла чĕрĕ япаласем хăйсем пурăнакан вырăн тĕсĕпе çураçуллă. ТХКА 3З. Çураçуллă çак туя, килĕшӳллĕ тумашкăн, эсир кăмăл тăвăрсам.

çураçма

сватовство. Самар. Çураçма каччă енчен те, хĕр енчен те ваттисем анчах хĕр ашшĕсем патне пухăнаççĕ... Çапла пĕтет çураçми. || Назв. обряда. Аттик. Чăвашсем çураçма хывнă чух пӳрте йăтă-мĕн кĕрсе пĕтĕм сĕтел çинчи çимĕçсĕне çисе ярсан та тимеççĕ. Ib. Чăвашсем тĕне кĕнĕ пулин те, çапах хăшĕ-хăшĕ хăйсен авалхи йăлисене пăрахаймасăр, вăхăчĕ-вăхăчĕпе вилнĕ çынсене асăнса çимĕк, çураçма, пумелке, кĕрӳ тăваççĕ. Тюрл. Пирĕн ялта, ут çăлса пĕтерсен, çураçма хываççĕ. Çураçмана ак çапла тăваççĕ: пĕр-пĕр кĕçнерникун чăх пĕçереççĕ, икерчĕсем пĕçереççĕ те, каçпа пур çемйипе ларса çиеççĕ. Пĕр чашăк йăри-тавра çурта çунса ларат, ăна вăлсем вилнĕ çынсене асăнса çутаççĕ. Çинĕ чухне вăлсем чăх шăммисене ахаль пăрахмаççĕ, пĕр-пĕр чашăк çине хураççĕ. Çисе тăрансан, çамрăккисем сăхсăхса тухса каяççĕ. Ваттисем пĕр витре илсе, унпа сăра, йкерчĕсем тураса, чăх шăммисене ярса пиллештереççĕ те, урама кăларса тăкаççĕ. Çав каç вара вăлсем ытлашки калаçмаççĕ, шăппăн, ерепен çӳреççĕ. Çавна вара пирĕн çураçма теççĕ. СПВВ. ИА. Чăвашсем çĕмĕк каç çураçма хываççĕ. См. Магн. М. 187.

çураçтар

понуд. ф. от гл. çураç. Могонин. Уна мĕнпе çураçтарас? тет. Леш калать: вот она мĕнпе çураçтармала, тит: сĕлĕрен кĕсел пĕçермеле те, кунтă е пĕрне ăшне хурса, çав йĕрĕх пурăннă тĕле кайса çакмала; çакнă чух каламалла: эй йĕрĕх, йĕрĕх! эп сана кĕсел те, çу та паратăп, мана ан тив ĕнтĕ, тесе йăлăнат те, йĕрĕхĕ вара вăл çынна каçарать, каран тивмест; çын та чĕрĕлет, тет, вара. С.-Устье. Пĕр хуçа патне ĕлĕк пĕр улпут ывăлĕсем хĕр калаçма пынă, тет. Хĕрне çураçтарсан, эрек ĕçме тапратнă, тет. N. Эпĕ пичия трудиться туса пор(ăн)нăшăн çораçтарăп.

çурă

(с’уры̆), половина. См. çур. О сохр. здор. Холерпа чирленĕ çынсенчен пĕр çуррине яхăн анчах чĕрĕлеççĕ, ыттисем пурте вилеççĕ. Панклеи. Хоçи: тепĕр çол порн, вара окçа пĕтĕмпех парап, тет. Ача, пурнас мар çорри, виçĕмĕш çола виççĕр тенкĕ итет (наполовину собираясь не жить, т. е. готовый уйти). N. Чăкăт çурă чăкăт. Полтора чыгыта. N. Эпир те теçеттине выртартăмăр сала çĕрне, çынсем кунтан исе карĕç те, çирĕм пилĕк тенке калаçса кайнă; çуринче (в полдесятине) пилĕк пулат, пилĕк çурă (урапа) пулат. N. Пĕрре çурă, иккĕ çурă. Этем йăх. еп. пуç. кай. 58. Пăр питĕ майĕпе шунă: тавлăкра вăл çурă е пĕр чалăшран ытла каяйман. N. Çурри яхăн, до половины. N. Вуниккĕмĕш çурри (половина двенадцатого), тет Натта. Срв. вуниккĕмĕш 25 минут. N. Вăл чирпе çын чĕрĕллех çурри вилсе çӳрет. Çĕнтерчĕ 17. Кĕрпене те эпĕ çурри хăйăр хутăштарса патăм. Виçĕ пус 40. Хăрах çуррин çумне ыраш пуссин пĕчĕк пайне çыпăçтарса лартса, унта çур-тырри акаççĕ, тепĕр çуррин çумне хура пусăран юлнă пĕчĕк пая çыпăçтарса лартса, хура пусса хăвараççĕ. Кан. Улма кăçал пĕлтĕрхин çурри чухлĕ те тухас çук. Ib. 221. Хальхи вăхăта ĕçсене çурри-çукрах туса пĕтернĕ. Собр. † Илĕп, илĕп, тесе, илĕртрĕн те, çурри хĕр ĕмĕрне иртертĕм. Дик. леб. 40. Хĕвел ĕнтĕ çуррине яхăн шыва пытанчĕ. Якейк. Эпĕр онта конти чохлехчĕ, тата контин çорриччĕ, тата çоррин çорриччĕ. Нас было там столько, сколько здесь, да еще половина, да четверть. Ib. Пиртен çорри конта. Половина нас здесь. Ib. Эс аçун çорри те порнас çок. Ты и половина жизни отца не проживешь. Ib. Эс аçун çорри та пĕлместĕн. Ты и половины того, что знает отец, не знаешь. Ib. Эс ман çорри та пĕлместĕн. Ib. Ман çорри порнсан пырĕччĕ те, порнимăн çав. Альш. † Çичĕ ют килне кайсассăн, шыва кайма хушсассăн, çурри витре çĕклесен, начар килчĕ тийĕçĕ. Ib. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çурри чуна çурса парăттăм. Сборн. по мед. Çурри сĕт, çурри шыв хутăштарас пулать. Изамб. Т. Ул вара çурринчен хăпарса шăтăклă-шăтăклă пулса пиçет. Ала 56. Çурри йăвăçа сĕрсе çитсен, когда допилили до половины дерева. Шурăм-п. Калаçасса — çурри чăвашла, çурри вырăсла калаçаççĕ. Таса пĕр чĕлхепе калаçма пĕлмеççĕ. N. Карасĕ лучăрканнă та, пылĕ çурри яхăн юхса тухнă. Сот был измят, и мед из него наполовииу вытек. С. Айб. Касас пулать улма çуррине. Тайба-Т. Çурри чуна çурса парăттăм, чунран пуçне хама пурăнма халь пулсаи. Юрк. Упăшки те ăна хирĕç: мĕн парасси-мĕнĕ-çурри чунăма çурса парăттăм, тет кулса. N. † Ялан хамăр тăван тиекене çурри чунма парăттăм. Ачач 8. Темле çӳçенкелесе илетĕн. Ах çапах та, аван вăл унашкал çурри тĕлĕрсе, çурри тĕлĕрмесĕр выртнă вăхăтра.

çурăм

çорăм (с’уры̆м, с’оры̆м), спина. Ала Зб°. Кутамккине çурăм çине çакса янă. Альш. Çурăмран пĕр-иккĕ хурас (дать раза два по спине). Ib. Тĕнчере çук сăмах кала пĕлмес, тет те, çурăм тирне сӳсе илет, тет. N. Çурăмĕ çине (или: хул-пуççи çине) çавăрса хучĕ. Вскинул на спину. Якейк. Çорăмпе вот енелле выртнă (или: çорăмне вот енелле туса или çавăрса выртнă). Зап. ВНО. Алăпа тунăскерне çурăмпа тӳсес пулать. Орау. Çурăмне стена енелле туса тăчĕ (или: выртрĕ). N. Çурăмĕ пур, хырăмĕ çук. (Такана). Яндобы. Кашкăр кĕçĕн хĕрне тытнă та, çурăм çине хурса тухса тарнă. N. Эпĕ йĕвене çурăм çине хутăм та, кайрăм лашасене шырама. СТИК. Арăмĕпе упăшки урапа çинче çурăмпа çурăм ларса пыраççĕ (сидят спиною). Яргуньк. Атти çурчĕ сала пак, çурăм хыçне тăрса юлч. (Солд. п.). Кан. Нумайăшĕ çуранах кутамккисене çурăм хыçне çакса килнĕ. N. Çил манăн çурăма тӳрех вĕрет. N. Çурăмăпа ман енелле çаврăнса тăр. || Поясница. Начерт. 150. || Вышивка на спине кафтана. Золотн. Начерт. 150. Çурăм — узор, нашиваемый на кафтане сзади.

çурка

то же, что çуркам. Актай. Пĕр юмана касса ярăп та, икĕ çурка, икĕ тахана пулĕ. (Йĕкел). || N. Тата пирĕн çурка тымарĕсем мĕн хăтланаççĕ атте (?) умĕнче.

çуркам

çоркам, осколок, часть (разбитого топором). Зап. ВНО. Çуркам, плаха. ЧП. Çич çуркамран пӳрт тутартăм. Яргейк. Пĕр юмана икĕ çуркам тăвăп, икĕ такана тăвăп. (Йĕкел). Изамб. Т. Вут çуркамĕ, дрова длиною около сажени. Лашм. † Çуркам çурă çуртçăм пур. Сред. Юм. Çоркам вăтти. Пĕренене çормаран çорса тунă вăт. Ib. Пит сарлашка çынна çôркам пик теççĕ. || Ошибочно вм. çупкам? ЧП. Шыв хĕрринче пилеш пиçет, çуркам шыва ӳкет-çке.

Çурçан

назв. сказочного существа. Качал. Йăван киле тавăрнчĕ, тит, хĕр патне, çăмартине çĕмĕрме астуман, тит те, çурçан виллиман, тит, кĕтех. Çăмартана çĕмĕрсен Çурçан вилнĕ, тет те, шыва кайса ячĕ Йăван. Ib. Ман чун унта мар, ман чун çанта, сĕт-кӳлĕре. Сĕт-кӳлĕ варинче хăвăл çăка, хăвăл çăка варинче ылтăм шăртлă сысна, ылтăм шăртлă сысна варинче кăвакал, кăвакал варинче çăмарта, çав çăмарта ман чун. Çурçан тухса кар сиккелесе. Ib. Пĕр çур çын сиксе тухрĕ (выскочил), Çурçăн ятлăскер; пĕре сиксе пилĕк чалăш сикет, тет. Ib. Çĕлен калать: ан кай, калех вĕлерет сана Çурçан. Ib. Сысна калать: ман Çурçан çук, ăна пĕр пуç кукурус çитарас та, тепĕр курка шыв ĕçтерес, сана пĕре тытса çавăрса çапса чунна илес.

çурт

, çорт, (с’урт, с’орт), строенне (изба, сруб, конюшня и пр.). N. Унта çурт пур-и? Есть ли там (какое-нибудь) строение? N. Çурт лартрăм. Я поставил строение. || Двор со всеми относящимися к нему постройками. Изамб. Т. Ул тыррисене, çурт çавăрас тесе, сутса пĕтерчĕ. ЧП. Пирĕн хамăр савни хура куç инçе те мар, çурт урлă. Юрк. Е тата хулара хăй çурчĕпе пурăнакан тетĕшĕнчен (ашшĕпе пĕр тăвантан) ыйтса илет (деньги). Ib. Çурт ларттара пуçлат, пӳрт, кĕлет, вите, ытти хуралтисене те тутарат. N. Унтан мĕн килет çурта, мĕн каять, мĕн пулнине çырса яр. Альш. Çуртсем пирĕн енчи вырăссеннĕ пекех: ытла елккен çуртсем мар. К.-Кушки. Унăн çуртне салатнă та, пӳртне витнĕ чусне вăрласа кайнă. У него раскидали всю избу и утащили тес, которым она была покрыта. КАЯ. Вăл карчăк пиртен пилĕк çурт урлă анчах. Собр. Çуртра тиркĕ-çăпала шалтăртатмасăр пулмаçть, теççĕ. (Послов.). Ау 17°. Амăшĕ каларĕ, тет: ачам, çурт кучĕ йывăр, тесе, калаççĕ, тухса килĕш мĕнпе те пулин, тесе каларĕ, тет. Н. Байгул. (Алтан) çурт айĕнче алтсан, çăмăр пулать. N. Çурт ăшчиккине пухап. Убираюсь в избе. N. Шур курница çумне çурт хурат (хура чĕкеç). ЧС. Çуртсăр юласси (лишиться) пит хĕн. Собр. Ывăл пулмарăм, хĕр пултăм: çурт тытмасть, тесе, паратрим? N. Тутар, ахăр, пĕр майлă тăраканскер, икĕ пӳрт, йĕри-тавра çуртсем. Ст. Чек. Çурт çумне хуралтă хушас, тепĕр хуралтă лартас. N. Ăна вĕлерес пусан, пирĕн çурт хупăнат. || Этаж. Бгтр. Улпут аялти çуртĕнче чей ĕçсе ларать, тет.

çурт-йĕр

дом, жилые постройки вообще. N. Çуртра-йĕрте йĕрке пултăр тесен, пĕр хуçа кирлĕ. Кан. Çурт-йĕр тăвакан коппераци — 22 çемье валли. Сред. Юм. Çорт-йĕр пит аван çавăрчĕ. Хороший дом выстроил. Рук. календ. Прокоп. Çурт-йĕр тĕлĕшĕ. НАК. Чăвашсем çурт-йĕр тунă чухне те тĕрлĕ йăласем тăваççĕ. Дик. леб. З8. Унтан пире хамăрăн атте çурчĕ, хамăр çуралнă, пурăнса ӳснĕ çурт-йĕрĕмĕр курăнать. Кн. для чт. 29. Вăл та çурт-йĕрте кирлĕ пулать.

çурта

то же, что у др. çурăра (местн. п. от çур, çурă). N. Пирĕнтен пĕр çухрăм çурта. В полуторе версте (в полуторах верствх) от нас. См. çур, çурă.

çурта

çорта (с’урда, с’орда), свеча. Микушк. Вилнĕ выльăх çăвĕнчен тунă çуртана çутсан, пĕтĕм выльăхсем те, этемсем те пĕртте вăранмаççĕ, тет, пĕр майлах çывăраççĕ, тет. Вил-йăли. Хывнă чухне вилнĕ çын ячĕпе алăк патне пĕрене çине пĕр çурта лартаççĕ. N. Çурта пек, тӳп-тӳрĕ тăрать, ЧП. Йыснаçăм, йыснаçăм, улпут пек, шăратса та янă çурта пек. М. Тув. † Кĕлетки çурта пек. Ст. Янсит. Çав турăш умне кайса ларт çак çуртана. Кĕвĕсем. Йыснаçăм, йыснаçăм, ыр улпут пек, турă умĕнчи сар çурта пек. Пшкрт: мэ̆ри ы̆жалда, учэ̆ толда (с’орда). В. Олг. Йӳç (дерево) çорта пакчĕ. Бюрганский. Уншăн кĕл-тума мар, турра çурта лартма. Ăна пĕтертĕрччĕ ырă турă... СПВВ. Сарă çурта пек сарă çын. Альш. † Тăванăм, тăванăм, улпут пек, халĕ çуртаран (чит. ăстанран) кăларнă çурта пек. ТММ. Çурт çуртасăр пулмаст. („Семья не без урода“). Тюрл. Çил арманĕ çурта пек тӳрĕ çунчĕ (горела). Якейк. † Çуне çорта ятăм та (сделал свечу), çут-çанталăк çутăлчĕ. Сред. Юм. Çорта айне шаккарĕç. (В день поминок к вечеру ходят по всем дворам деревни и говорят: „çорта айне“потом все, кто хочет, приходят на поминик). М. Васильев. Помилккене пыма килĕрен чĕнсе çӳремеç, ăна пĕр лашана шанкăрма çакаç те, ытланса, орам тăрăшпе: çорта айне! тесе çохăрса тохаç. N. Вăл (т. е. ача) вара: çурта айне сăра ĕçме, тесе, кăшкăрса çӳрет. Ст. Яха-к. Çынсем, хĕвел анса каç пулсассăн, харпăр хăй пĕр-ик хурăнташĕсемпеле пĕрлешсе вилнĕ çынсене хываççĕ. Вĕсем алăк патĕнчи пĕрене çумне, унăн килĕнче миçе çын вилнĕ, çавăн чухлĕ çурта лартаççĕ. Чăвашсем патне кирек хăш пӳрте кĕрсен те, паллах алăк патĕнчи пĕрени çуртапа çунса хурални. N. Çурт айне (= çурта айне) сăра ĕçме, теççĕ. (Вилнĕ çынна асăнса ялти çынсене пухнă чухне çапла кăшкăрса чĕнсе çӳрет пĕри). См. Магн. М. 170.

çорта каç

то же, что кĕçĕн калăм. Якейк. Никит. Çурта каç уяр сивĕ пулсассăн, хĕрĕх те пĕр каç шăнтать (сивĕ пулать), çав каç ăшă пулсассăн, çур ăшă килет.

çурхат

(с’урх’ат), название старинной посуды, своим видом напоминавшей коня-иноходца, что видно и из названия: çăрха+ат, т. е. çăрха+ут. (Ред.). Туй. Ылттăн тарилкке çинче çурхат вылять, çав çурхат пек пире выляса кулма ирĕк пулинччĕ. Такмак. Сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тиркĕ ларат, ылттăн тиркĕ çинче çурхат вылят, çав çурхат пек пире выляса кулма ирĕк пулмĕ-ши? N. Ылттăн тиркĕ çинче çурхат вылят. См. чурхат. С. Алг. Вăл ултă уралă сĕтели çийĕнче, пĕр пуçĕнче сирсе сирĕлми сим-пыл ларат, тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат; сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче, ылттăн тиркĕ çийĕнче, çурхат вылят, çав çурхат пек пире çак туй халăхне выляса кулма ирĕк пулмĕ-ши?

çурхах

(с’урhах), пленка, перепонка. Собр. Ст. Чек. Çурхах, пленка — 1) вĕретнĕ сĕт çинче, 2) турăх çинче те. Ib. Çурхах, когда теплое молоко остывает, то наверху образуется пленка (употребляется „мăй шыçнинчен“). Хурамал. Çурхах — вĕретнĕ сĕт çинче хытса ларнă япала. Орау. Пĕр çурхах пекскерне тăхăнса ятăм, сивĕ. Тюрл. Çорхах, пленка на молоке (а хысма — хоран тĕпне ларать, у каши бывает). || Бодонья. Вомбу-к. Çорхах (чарарисем). Орау. Паян пасартан какай исе килнĕ те, çурхах анчах. Тюрл. Çурхах, на нем бывает сало. || Послед. Б. 1З. Кĕсре хăмлать те, он çорхахĕ полать, çав çорхаха тьыха çорса кăларимасан тьыха вилет. СПВВ. МС. Çурхах — выльăх ăшĕнчĕ пулать (пеленка покрывающая молодое животное в утробе. СТИК). || Черепок. Хора-к. Çулĕ çинче (на дороге) çурхи çурхах. || Чертаг. Çурхах, перепонка в яйце. || Назв. тонкой одежды плохого качества. Выделанная шкура без волос, „кожан“. (Срв. значение соответствующего слова в языках тюркской системы; jargaq, соотв. чувашскому çурхах, означает: 1) в алттел. яз.— облезшую шубу, кожан, вытертую шубу; 2) в таранчин.— шубу с шеретью наружу; З) в джагатайском яз.— недубленную кожу. Радлов. Слов., III, 136—137. Ред.) Собр. Пур пархат тăхăннă, çук çурхах тăхăннă, теççĕ. (Послов.). Байгул. Çук çын çурхах çакать, пур çын пурçăн çакать. (Послов). Такмак. Пурри пурçăн тăхăнăр, çукки çурхах тăхăнăр.

çут

, çот, холм, возвышенность, пригорок. Собр. † Çӳл çут тăрĕнче юр тăмаçть, пирĕн пуçра çӳç тăмаçть. Абыз. † Çучĕ çучĕ çырлалăх, тем, хамăрах çияс пек, ачасене чартăмăр. Орау. Кĕркунне, кĕтӳ пăхма пăрахсан, çучĕ-çучĕпе (каждый пригорок между оврагами) ĕни-лаши-сурăхĕ-сысни-мĕнĕпех кĕтӳ кăларса черетĕн-черетĕн пăхаççĕ, ăна (это стадо) касу теççĕ. Вотлан. Çут пуçĕнче пукане тайкаланса тарĕ. (Çырла). Коракыш. Пĕр çут аяккисенче икĕ куршак. (Куç). Сорм-Вар. † Атте килĕ çут çинче, çучĕ тулли çурчĕ пур, пире валли нимĕн те çук. Якейк. Хăта çорчĕ çот толли. Ib. Ати килĕ çот толли. Ib. Çав çот çине ачасам похăннă та, вылляма тапратнă. N. † Акăш вĕçет малалла, çутсем юлать каялла.

çутал

(с’удал), светить, светиться. Кан. Халĕ çуркунне çырми çуталса çеç выртать, патне пымалли те çук (т. к. моста нет). N. Çурта çуталса ларать. Орау. Хусанта пĕр çыннăн пуçне темскерле чиртен тӳрлетме каснă, тит; çынни, кассан, çуталса юлнă вырăна саплантарма пуç тир çутакан çынна шыранă, тит. Баран. 44. Çурам-пуç çуталса килнĕ, ç{{anchor|DdeLink528331564296009}} ăлтăрсем сайра курăна пуçланă. Юрк. Ялти çынсем хулана çаклансан, салтакра чухне çуталса кăна кайнă (отъедались?). N. † Тĕттĕм пула пуçласан ламппă çунат çуталса. (Солд. п.). Шурăм-п. Вĕсен умĕнче каллах эрех çуталса ларать.

çутат

(с’удат), освещать, засветить. Ау З. Трантасийĕн икĕ енче икĕ хунар çутатса пырать, тет. Янтик. Çиçĕм, пĕр йăлтăртатсан, пĕтĕм тĕнчене çутатса прахать. Ib. Пĕтĕм шыва çутатса ячĕ çиçĕм. Çĕнтерчĕ 53. Электрицă хăçан çутатакан пулать-ха, сирĕн? Икково. Çутатса парас. Надо вам (для вас) засветить огонь. N. Пĕтĕм шăва вут пек çутатса янă. Чув. пр. о пог 64. Уйăх пат шурă пулсан, çутатса тăрсан, сивĕ пулать. Если месяц кажется белым и блестит — будет холодно. N. † Çутатса хонă калошне тăхăнсамăр шăлăмсем. Изванк. Уйăх-хĕвел, ăна (т. е. парня) çак çĕр çинчех усраса, ун çине çутатса тăрăр (т. е. не попустите уйти в солдаты. Моленье в подполье). Эльбарус. Хĕвел янкăртатса çап-çут çутатса тăратьчĕ. Ib. Онччен те полмин ман патналла çамка çинчи сăнакне (кокарду) çутатса питĕ хытă стрелок чупса пыма пуçларĕ. || В перен. знач. Кан. Мĕнле лартса туни çинчен çтена хаçачĕ çинче çутатмалла.

Çут-уй

назв. поля. || Прозвище мужчины. Рак. Çут-уй тесе Раккассинче пĕр çутă пуçлă çынна пуçĕнче çӳç çукран калаççĕ.

çутлăх

место, обильное светом. Урмай. Пĕр ен хунлăх, пĕр ен çутлăх. (Шӳлкеме). Тим-к. Пĕр ен çутлăх, тепĕр ен хуплăх. (Шӳлкеме). || Жар. Тюрл. Çутлăх хăварсассăн, çăкăр пичĕ килет. Сред. Юм. Кăмакана çăкăр хывнă чôхне çутă пôлтăр тесе, кăмака ôмне çутлăх хôрса çонтараççĕ. (çутлăх может быть и из соломы и из щепки).

çут çамкалă

лысый. Панклеи. Мана хирĕç пĕр çут çамкалă çын отса пырать.

çут

çот, зажечь засветить. Орау. Çутса парас пуль сире (т. е. лампу). Янтик. Кăçал хĕлĕпех çак ламппа çутса пурăнтăмăр. КС. Эпир кăçал ку ламппа çутса пурăнтăмăр. N. Электричĕствă çутса яр-ха. Выçăхакансем 5. Лампă та пулсан çутчăрччĕç пĕр хутчен. К.-Кушки. Çут. Зажги. Ib. Çутас-и? Зажечь? Чхĕйп. Хайхи алăк патне хывма лартнă чĕрессемпе йăнашар хунă çăкăр çине çав хайхи (относится к çурта, а не к çип) çипрен тунă çуртана çутса янă. Сунч. † Çутсан, çут хăйна çутăрах. Поднять, так подними огонь побольше. Альш. Ку раксен хайчипе çурта хĕстере-хĕстере çута-çута ярат, тет. Ib. Асту, епле çутса пăхать. (Çĕрле аслатьи авăтмасăр çиçĕм çиçнĕ чухне калаççĕ, как будто кто-то нас ищет огнем.) Ала 2З. Чиркӳ ларать, ним калама та çук: ăшне çуртасем çутнă, çăп-çутă çутăлса ларнă, тет. || В неизв. значении. М. б. описка? Шихаз. Эпир татах (опять) сурăхран çутса юлтăмăр.

çутам

низкого роста, но плотного телосложения. Питушк. Çутамрах çын — лотрарах çын. Ерк. 67. Лутра çутам кĕлетки, хурçă пекех ал-ури. Кан. Пĕр çамрăкрах, сухаллă, çутам çын. (Корр. из Иккова). || Светлолицый. КС. Çутам — çап-çутă питлĕ-куçлă.

çотаттĕл

так называли помощника старшины. Шорк. В Хорачха çотаттьăл. Чăв. й. пур. 21. Çав Ивана пĕр вăхăтра уясра çутаттĕл тиекен чина кӳртнĕ.

çути

(çут+афф. З-го л. и), пригорок. Хир-б. Катекри çырман пĕр енчи туман, пĕр çути тунă (т. е. совершали çăмăр чӳкĕ).

çутă

(с’уды̆), свет. Самр. Хр. Çенĕхĕн урам енчи шăтăкран темле çутă курăнса кайнă. Кан. Каçпа, пĕлĕт çинче çутă сӳне пуçласан. Ал. цв. 29. Хĕвел ансан, каçхи çутă кăвакарсан. Орау. Кăраççин çуттинче çывраятни эсĕ? Можешь ли ты уснуть при свете? Ib. Кăраççин çутипе çывăраймастăп эпĕ. Ib. Пăх-ха йывăçсене, епле çинчен ӳссе кайнă, çутталах туртăнаççĕ (или: кармашаççĕ). Деревья тянутся к свету, растения в темноте тянутся к свету. Ib. Тĕттĕмре ӳсекен япала çутталах сулăнать çав вăл. Ib. Таçта çавăнта кăмакана вут хутса янă пек те, кăмакари вут çути тепĕр енчи пĕрене çумне ӳкнĕ пек. Ib. Эп пытăм та, вĕсен ун чухне çутă-мĕн курăнмарĕ. Баран 42. Пӳртсен мĕлки палăрать. Чӳречисем çине вут çути ӳкнĕ. Сĕт-к. † Вăрман виттĕр тохрăмăр, врене шульчи çуттипа; врене шульчи çуттипа мар, хамăр варлисен çуттипа. N. Пĕр çĕрхине уйăх çути çап-çутăччĕ. Юрк. Уйăх çутти çап-çутă. Ib. Чирлĕ çын, чӳрече витĕр çутта пăхса вырта пуçласан, вилет. Янтик. Эп краççын çутинче вулап (при свете лампы). Ib. Пĕр çурта çуттинче вулама канчăр. Ib. † Чиркӳ тăрри пит çутă, уйăх çути çутăран; кĕçĕр хĕрсем пит çутă, çын кĕмĕлне çакнăран. N. Эсĕ манăн çуттăм вырăнне çутăлтарса ярăн. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать. Альш. Çутă çутса çутăпа шыраса çӳреççĕ, тет, вăрманта. Пир. Ял. Такам çутă сӳнтерсе лартать (погасил). Сред. Юм. Краççин çутипе волать, çôрта çутипе волать. Пролей-Каши. Çутă енне(лле) кайичченех кукăларĕ (кукă). Н. Седяк. † Çуртăрсем çӳлĕ, çутти çутă, вĕт кайăксем вĕçсе çитес çук. N. Ир çинче куç-пуç çутипах. N. Тол çути киле поçларĕ. Икково. Тол çути палăрма поçларĕ. N. Пĕлĕте çутă ӳкнĕ. Пĕлĕт çине вут çути ӳкнĕ, пĕр-пĕр çĕрте вут тухнă пулмала. В. С. Разум. КЧП. Тулта хĕвел çути, пӳртре унăн çутти. || В перен. знач. N. Пирĕн чăваш халăхĕ çуттала тухма тапратнăран вара питех нумай вăхăт пулмаст. N. Çутăра çӳре, ходить в свете. См. Магн. М. 174. || Блеск, сияние. Ала 100. † Воник арман хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр; эс кĕпер çуттине ылтăм йопа лартрăмăр. Мусир. Вăрман витĕр тухрăмăр вĕрене çулçи çутипе. Дик. леб. ЗЗ. Унăн уйăрăм-уйăрăм çуттисем анчах, йывăç турачĕсем хушшинчен çĕре ӳксе, ешĕл курăк çинче ылттăн мулкачă пек йăлтăртатса, вырăнтан вырăна куçа-куçа тăнă. Чураль-к. Манăн умри кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çитти, ай, пултăр-и. || Отрада. Н. Карм. † Эпир атте-анне куç çутти. ЧП. Вуник пус нухрат куç çути, эпир атте-анненĕн кун çути (поддержка, отрада). Ib. Ялти савнă тусăм чун çути.. || Краса, украшенне. Микушк. † Кĕмĕл çĕрĕ шыв çутти, сарă инке кил çутти. Курм. † Çут тор лаша çол çутти, сарă арам пӳрт çутти, кĕмĕл çĕрĕ ал çутти. Актай. † Лашам хура — çул çутти, арăм сарă — çуна çутти. N. Карчăк çути ăстĕлте? Масар çине кайса ӳкнĕ. Шумат. † Севтел масмак пуç çути, пурçăн сурпан мый çути. || Цвет (не прав.?) В. Олг. Теминче çолтан каран çорконе хай омлаççин çути нумай çорăлнă. || Светлый; светло. Орау. Çутă çĕртен кĕтĕм те, куç пĕртте курмасть; çуркунне-кĕркунне, каçхине пӳртрен, çутă çĕртен, тула тухсан, хăнăхиччен, куç пĕртте курмасть. Ал. цв. 6. Тăнăçемĕн ун таврашĕнче çутăран çутă пулса пырать. N. Лашисене çитерсе тăнă чух, çав начар салтак темскер çутăскер курах карĕ, тет. N. Кăнтăрла çутă пулат, çĕрле тĕттĕм. Ачач З5. Çутă тимĕр-кăвак лашисем. || Яркий. Собр. Çутă кун юмах ярсан, çутă кашкăр çиет, тет. || Блестящий. Пазух. Кĕçĕр хĕрсем ма çутă? Çын тенкине çакнăран. Кĕвĕсем. Леш кас хĕрĕ çап-çутă, пирĕн кас хĕрне çитеймес (о красоте). || Веселый. Турх. Аннен сăлхавĕ пĕтетчĕ, ăна çутă сан кĕретчĕ (когда я выздоравливал). || Розовый. Эльбарус. Çутă кĕпе, розовая рубашка.

çутăлтар

(дар), освещать. || В перен. смысле. Якейк. Эс хальччен мĕн çутăлтарса лартрăн? Что выдающегося сделал ты до сих пор (т. е. ничего не сделал). || Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем (форсят в новых сурбанах). || Засветить (ударить). Сред. Юм. Çутăлтарса яр (означает удар по лицу). КС. Питĕнчен çутăлтарса ячĕ (ударил по щеке). Орау. Пĕр енчен те тепĕр енчен çутăлтарать (по роже хлещет ладонью).

çутă-турă

светлогнедой (масть). N. † Пĕчĕкçĕ пĕр лаша — çутă-турă, сарай урлă пăхса кĕçенет.

çутталла

к свету. N. Ăна чӳрече умне çутталла тытса пăхаççĕ: пĕр пек эреххипе хутшăнни?

çутти

(çутă+афф. З-го л.), его свет. Кан. || Водка. Кан. Аслă çынсем çуттипе ĕç тунăран апла пулмарĕ. Ib. Карланкă валли те вĕсем часах çутти тупса параççĕ. Йӳç. такăнт. 16. Картла выляма тапратрĕç, çуттине вĕçĕ-хĕррисĕрех сыпаççĕ... Сред. Юм. Пĕр-ик черкке çуттине кĕрсе ярас пуль ырнă çинчен. Ib. Çутти — 1) пĕр тенкĕллĕх кĕмĕл окçа, 2) эрех. Букв. 1904. Пĕрер черкке çуттине тыттарса тухрĕ.

çотăрт

(с’оды̆рт), подр. треску при раскалывании. Б. Олг. Çотăрт! тесе çорăлса карĕ (раскололось). || Подр. звуку при срывании травы. Б. Олг. Ута валли корăк кирлĕ польчĕ мана; эп пĕр хол-хошши алăпа татсилтĕм: çотăрт! çотăрт! Ib. Ут корăк татса çиет: çотăрт, çотăрт, çотăрт. || Говорится также о внезапном сильном укусе. В. Олг. Поан çотăрт çыртсилчĕ. (У КС. çатăрр çыртрĕ). См. çатăрт, МКП 96.

çуха

çоха (с’уhа, с’оhа), ворот. Юрк. Кĕпе çухи. Б. Олг. Тăлăп çохи, чаппан çохи. См. çохапи, çухави. КС. Тăратмалла çуха, отложной воротник. Чăв. й. пур. 27°. Мĕшĕн тартăн? тесе, Яккăва çухаран ярса тытнă. N. † Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем — тăхăнаймăп. Собр. † Улача кĕпе, çавра çуха, кам каснă-ши сирĕн çухăра. Чăв. к. Ука кирлĕ çуха çавăрма, хайла кирлĕ юрă юрлама. || Шейная повязка. Бижб. Бгтр. † Манпа варлă хĕрсем çук, çуха çыхас хуйхи çук. Ib. † Пирĕнпе варлă хĕрсем çук, çавăнпа пирĕн çуха çук. Лашм. Ачисем пĕр хăмачă кĕпелĕ, çухи мăйĕ кĕмĕл тӳмелĕ. || Ожерелье из монет (украшение). Шибач. Çоха. Чертаг. Çуха, род ожерелья из пятиалтынных и двугривенных, нашитых в два ряда на коже (сăран). Якейк. Çохая мыя çакаççĕ. Çинче сăран çине тенкĕсем (вĕтĕ тенкĕсем: вăтăр пилĕклĕх, ал’иккĕллĕх, çитмĕллĕх) çакаççĕ; сăран çӳл еккине (тенкĕсенчен çӳлелле) вĕт шăрçасам ĕçлесе яраççĕ. Б. Нигыши. Хай хĕр хăй çумăнчен виççĕ тенкĕ татнă та, шăшия çуха туса панă. ЧП. Сирĕн çухăрсем пит илемлĕ, çухăр хуралçисем мунчала. Ib. Чăн мерчентен çуха юсакан.

çухат

(с’уhат), терять. Синерь. Вăл та пĕр купа ута çухатса килнĕ. И в его карауленье пропала одна копна. Коракыш. Çав виçĕ хĕре вăрмана ашшĕ исе кайса: çырла татма каятпăр, тесе, хам вут касап, тесе, çухатасшăн пулнă. Регули 199. Вăл çохатнă окçана эп топрăм. Ib. 192. Çăвăрнă çĕрте çохатрăм. N. Ĕмĕте çухатса тăрас мар. Не надо терять надежды. Кан. Юман хуппипе кайсассăн, 210 тенкĕ çухатса килчĕ. || В перен. знач. ЧП. Çухатайтăм çамрăк пуçăма.

çухрăм

, çохрăм, (с’ухры̆м, с’охры̆м), верста. Собр. Ĕçлекен вилмест, теççĕ, çывракан вилĕмĕ çухрăмра тăрат, теççĕ. (Послов.). N. Мишерсем хĕсĕрленипе, чăвашсем пилĕк çухрăма куçнă. N. Ву пирĕн патăртан ик çухрăмра, N. Хусан Чĕмпĕртен икçĕр çухрăм (иначе: Хусанпа Чĕмпĕр хушши икçĕр çухрăм). Изамб. Т. Пиртен вăтăр çухрăмран Хусан кĕпĕрнин Чистай уесĕ пуçланат. Бес. чув. 14. Халĕ пирĕн ял йĕри-тавра, тăват çухрăм каймасăр, йывăç таврашĕ тĕл пулма çук ĕнтĕ. Ib. Унăн лаши паян хĕрĕх çухрăм. килнĕ пулсан та, лава ту çине çăмăллăн хăпартрĕ. Янорс. Шопашкар инче-и? тесе ыйтрăм аттерен.— Вунвиçĕ çухрăм, терĕ. Имен. Киле çитесси виç çохрăм йолсан. Орау. Вăтăр-хĕрĕх çухрăм кайсан та, ун та пĕр çын та тĕл пулаймăн. Там можно пройти целые десятки верст и не встретить ни одного человека. НТЧ. Вăл пасар пиртен вуникĕ çухрăмра. N. Кивĕ çохрăм равна 11/2 версте, от бывшей версты в 700 саж. Амалăк-Кипемей. Пĕр пилĕк çухрăмсем пулĕ. N. Эпĕр халĕ вăрçăра мар, 150 çохрăм кайра выртатпăр. Кан. Утмăл çухрăма çуранах (унăн лаши çук) пура хуçи патне каять. Козм. Çохрăм çорă, çохрăм та çорă. Баран. 147. Çĕр планĕ çине пăхсан, масштаб тăрăх пĕр хуларан тепĕр хула миçе çухрăмĕ паллă. N. Иккех çохрăм. N. Манăн тата виçĕ çухрăм каймалла. N. † Эпир каяс (парас) çулсен çинче çухрăмсерен чул юпа. (Солд. п.).

çӳл

(с’ӳл’), высь, высота, вышина. употребляется обыкновенно в косвенных падежах. С.-Устье. † Ăста кайса кĕрем-ши, пирĕн телей çанашкал: çĕре каяс — çĕр хытă, çӳле каяс — çӳл инче. Янш.-Норв. Vн чухне хĕвел чылай çӳле кайнăччĕ вара. Алик. Çакăнтан çӳле кайма инче-и? тесе итрĕ. тет; леш калат, тет: инче мар пулмалла, шаккани илтĕнет. Якейк. Хĕвел контан кон çӳле (выше и выше) хăпара пуçларĕ. Лашм. † Юрт-юрт, утçăм, юрт, утçăм, çурхи çулсем çӳле юличчен; çурхи çулсем çӳле, ай, юлсан, вĕрене тупан каять сулăнка. N. † Кушак çӳле ларсан, сивĕ-тет, теççĕ. ТХКА 20. Кирек мĕн калăр, пĕри те ман пек çӳле сикес çук эсĕр. Орау. Çималли пĕтсен çӳлелле пăхса ларăн. ТММ. Турă çӳлте, патша аякра, тетчĕç. N. Çӳлте кайăксем вĕçсе çӳреççĕ. N. Хĕвел çӳлте пулсан — уяр, аялта пулсан — çăмăр пулать, тет. N. Çӳлте ларап, кам çинчине каламастăп. (Калпак). N. Çӳлте турă, çĕрте патша, тенĕ. Кан. Сарлакăшĕ: çулте 25—30 сантиметр, тĕпĕнче 35—40 сантиметр. ГТТ. Алă çӳлте. N. Ĕлĕк çӳлтен кисе питĕ айăплатьчĕç. N. Чăркуççиран çӳлтен татнă. Отрезали повыше колен. Альш. Улача чаршав ан карăр, çӳлтен туртса ан çыхăр. Собр. Кĕркунне тăрна çӳлтен (высоко) вĕçсен, кĕр вăрăм килет, теççĕ. N. Уххи йывăçран çӳлтен (?) кайрĕ. Стрела полетела выше деревьев? || В перен. смысле. ГТТ. Шкулта лайăх отметкă илекенсем питĕ çӳлтен çӳреççĕ. Кĕвĕсем. Питех çӳлтен-çӳлтен çӳрес мар: куштан чĕрисене çурас мар. Альш. † Питех çӳлтен-çӳлтен калаçас мар: атте-анне ятне çĕртес мар. Юрк. † Ыттах çӳлтен-çӳлтен калаçма ыттах çитĕ (питĕ?) пуян ачи мар эпир. N. Çӳлтен! Так кричат лошади во время пашни. См. хĕрипе. Бур. † Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçмешкĕн вĕрене çулçи мар эпир, çӳлтен-çӳлтен калаçма эпир пуян ывăлĕ-хĕрĕ мар. Сред. Юм. Çӳлтен çӳрет, тесе, хăйне хăй пысăка хоракан çынна калаççĕ. || Высокий. Этем йăх. еп. пуç. кай. 79. Ĕлĕксенче çырма шывĕ ку шăтăкран çӳлерех пулнă, çавăнпа та çырма шывĕ унта юшкăн лартса хăварнă. Альш. Хусан хулинчен çӳлерех, теççĕ ăна (о Свияге). Ст. Чек. Алă тымарĕнчен çӳлерех, чавса патнелле. N. Çӳлерех хака хурса сутасчĕ. Хотелось бы продать по более высокой цене. Изванк. Çăлтан çӳлерехре пĕр пысăк ват юман пур. N. Çӳлерехрен. Якейк. Пĕри çӳлтерехре (повыше), тепри аялтарахра тăрать. Орау. Пăр купи йăтăнса аннă та, хулне чавсаран çӳлерехрен хуçса пăрахнă, тит. Говорят, что груда льда упала на нее и переломила ей руку выше локтя. См. çӳлĕ. Якейк. Çӳл-çӳл йоман, çӳл йоман. Изванк. Çӳл-çӳл юман, çӳл юман, çӳл юманта пин куку, пин кукуран çӳл куку. N. Çӳл енчен юхса анакан шыв. N. Верхний. N. Лупашка урлă, хăма хурса, кĕпер тăваççĕ, кĕперин çӳл енне вут хураççĕ. Изамб. Т. Ул çав урамра çӳл енче пурăнат.

çӳлти

находящийся наверху. Яргуньк. Тепĕр виç куи пурăннă пулсан, веç çӳлти-çĕртипех пĕр халăх тăваттăмччĕ, тесе, каларĕ, тит те, калах вилсе карĕ, тет. Хирле-Сир. Çӳлти е пĕчĕк саппор, çӳлти саппор.

çӳл чăлан

чердак. Якейк. Çӳл чăлан — пĕр-пĕр çорт тăрĕнче тăвакан чăлан. Онта кĕпе-томтир, тата орăх япаласам та хораççĕ. Онта посмапа хăпараççĕ. Ib. † Çӳл-çӳл чăлан, çӳл чăлан, çӳл чăланта сакăр хĕр.

çӳл

прием? См. пĕр çӳл. N. Ӳркӳç вăкăр пĕр çӳл чĕкĕрнĕ.

çӳлĕ

(с’ӳл’э̆), высокий; высоко. А. Турх. Бел. Гора. † Çӳлĕ тăва хăпарма çӳлĕ пуçлă ут кирлĕ. Альш. Кунта пирти пек хурăн лартман (на большой дороге), канавĕсем те çӳлĕ мар. N. Ку вăрман ун чухне çӳлĕччĕ те, кунта тĕрлĕ курăксем, чечексем ӳсетчĕç. Якейк. Ку йăвăç пак çӳлĕ йăвăç нихçан та корман. N. Эпĕ санран виçĕ вершук çӳлĕ (рех). || Высота. ЧП. Черккӳ тулли хăмлупа чӳрече çӳлли сиктерен. Альш. Этем çӳлли (в рост человека, трава), этем курăнмас. Шурăм-п. Темĕн çӳлли тусан (пыль) мăкăрланать (в засуху). НТЧ. Пĕр çын çӳлли (рост) çамрăк туйрана тăрăнчен сӳс кантрапа авса (явса) тĕпĕнчен çыхса хăварнă, тет. N. Тем çулли (страшной высоты) сăртсем. Ал. цв. 16. Сиксе тухакан шывсем çӳлĕрех кайнă.

çӳлĕш

(с’ӳлэ̆ш), высота, вышина. Завражн. Çӳлтен пĕр виç аршăн çӳлĕшĕнчен ӳкрĕ. Упал с высоты приблизительно трех аршин. Кан. Хулана икĕ хутлă çуртсем çӳлĕшех шыв илнĕ (на высоту двухэтажных домов). Ib. Çӳле (вверх) пĕр виç аршăн çӳлĕш хăпарчĕ. Регули 971. Эпĕр иккĕн çӳлĕш пĕр тан.. (Так и в Якейк.). Ib. 418. Ман çӳлĕш пор вăл. Он будет ростом с меня. (Так и в Якейк.). Ib. 409. Вăл ман çӳлĕш. Он ростом с меня. (Так и в Якейк.).

çӳлĕк

(с’ӳл’э̆к’), полка. Сред. Юм., В. Олг. СПВВ. ВА. Çӳлĕк = пăрăс, полка. СПВВ. КЕ. Çӳлĕк — пĕрене çумне икĕ пăта çапса хăма хуни: унта япаласем хураççĕ. ЩС. Çӳлĕк, полки в крестьянских избах (вокруг стен). О сохр. здор. Вĕсенĕн çӳлĕкĕсем çинче тĕмен тĕрлĕ хăрăм пулать. || Небольшой навес пред дверной стороной амбара в виде выступа. СПВВ. ИФ. Çӳлĕк — кĕлет алăкĕ тĕлне тăрăшшипех пĕр-икĕ-виçĕ прене сарса тăваççĕ. Унтан кĕлет тăрри пуçланса каят. См. Рааs. 143. || Крыша над сенями. Ядр.

çӳллех

встречается в сложении: пĕр çӳллех, сразу. О сохр. здор. Вăл сĕте пĕр талăкра икĕ хутчен тăвас пулать: пĕр çӳллех (тапхăр) хутăштарса тусан, вăл кун-каçиччен йӳçсе пăсăлса та кайĕ. См. çӳл, пĕр çӳл.

çӳллĕ

то же, что çӳлĕ. Икково. Кан. Маччин пĕр пуçĕ çӳллĕ, тепĕр пуçĕ лутра. N. Ман халахăм валли çул хатĕрлĕр, çул çинчи чулсене ывăтса ярăр, халăхсем валли çӳллĕ паллă тăвăр. || То же, что çӳлĕш. Магн. М. 97. Пăрçа çакăн çӳллĕ полтăр.

çӳпле

(с’ӳпл’э), сорить. N. Тапак туртма, çӳплеме, урайне сурма юрамасть. (Обьявление). Н. Карм. † Ирхине пĕр тăтăм, урай шăлтăм, кăвакарчин пулинччĕ çӳплеме.

çӳп-çап

сор, мусор вообще. N. Çӳппи-çаппи çĕр улттă, вĕрени вĕр улттă. (Шăпăр, çулки). Çутт. З8. Пĕтĕм пахчари çӳп-çапа, сухалама пуçлаччен, шăлса тасатмалла. Етрух. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана. Сред. Юм. Çуп-çап = лăп-лап, сор. Ib. Орайнче пĕтĕмпех çӳп-çап япăхса выртать. ППТ. Çав сĕрен хуллин çӳп-çапĕ (обломки) юлнă çурт пит хĕн-асап курат. (Вин. пад. çӳп-çапне). N. Алана алласан, çӳп-çап тăрса юлать. || Отбросы при производстве. Кан. Йăвăç çӳп-çапĕсем савăт машинисене хутма каять.

çӳпĕ

(сӳбэ̆, Пшкрт: сӳрэ̆), сор, мусор. Синъял. † Улăм çӳппи, ут çӳппи, ут вăлашки айĕнче. Альш. † Улăм çӳппи çĕр кӳрнек. || В перен. смысле. N. Пире улпутсем нимĕн вырăнне те хисеплемеççĕ, çĕрти çӳпĕ вырăнне те хумаççĕ (не ставят ни в грош), ЧС. Çав çунса кайнă хуçисем (погорельцы) çӳпĕ те кăларайманччĕ (ни соринки не вынесли, т. е. у них все сгорело). Янтик. Ман çурт пĕтĕмпех (дотла) çунса пĕтрĕ, пĕр çӳпĕ те илсе тухаймарăм. Ашшĕ-амăшне. Пур япаламсене те сирĕн ята çыртартăм (перевел на вас), хама пĕр çӳпĕ те хăвармарăм. || Младенец (в наговорах). Т. VI, 65. Е пĕсмĕлле! çак çӳпĕрен тух куç...

çӳпçе

, çӧпçе, (с’ӳпсэ, с’ӧпс’ӓ), долбленая кадка из цельного дерева, иногда огромного размера. Начерт. 159. Çӳпçе, кадка, квашня, сусек. Юрк. Çӳпçе — ăвăсран тунă япала (касмăк пек çаврака, хуппи те пулать, арча вырăнне вăл, хĕрарăмсем япала хураканни). Альш. † Аннен ачаш (нежная) чунĕ эп, çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ (холстик) эп. Шел. 68. Мĕн пур япали икĕ çӳпçе çинче. Сред. Юм. Тôпнать-кам çупçипе хôпăлчă: упăшки те, матки те пĕрех! (Срв. русск. „по Сеньке шапка“). ЩС. Аппа тухйи çӳпçере выртать. Вомбу-к. Çӳпçе — хĕрарăм топри хомалли, ăна çăрапа питĕреççĕ. Курм. Çӳпçи валтан, хорси хыççăн. (Ĕне). Орау. Пирĕн вучах кĕлне, çума, кĕл-тăрри тума кирлĕ тесе, пĕр-пĕр кив катка çине-и, пăт чĕрес çине-и, тултарса хураççĕ, çав кĕл тултаракан кĕлпе ларакан япалана кĕл çӳпçи теççĕ. Ала 57°. † Çӳпçи-çӳпçи пыл йӳçет, ыр çын килсен, ĕçтерме. Пазух. Пахча тулли хурт сĕрлет, çӳпçи тулли пыл йӳçет. N. Çăмăр çӳпçерен тăкнă пек тăкать (как из ведра). Кан. Сасартăк килсе, çӳпçерен тăкнă пек, иртсе кайрĕ. N. Çумăр çӳпçерен тăкать. ТХКА 81. Ку тутă мăйра пĕрне те çиместĕп, типĕтсе çӳпçене хурап, тет Санюк. Иванова. Тепĕр хĕр-ачи çав вăхăтра пӳртре, кĕрĕкпе пӳркенсе, çӳпçе патне выртса çывăрса кайнă. Другая девочка в это время в избе,. закутавшись шубой, легла к „çӳпçе“ и уснула.

çӳре

(сӳрэ), ходить, ездить, двигаться. Н. Сунар. Кинĕ ларать, хунямăшĕ çӳрет. (Алăкпа алăк янаххи). Кн. для чт. 6. Урисем унăн çӳремен, куçĕсем курман, хăлхисем илтмен, шăлĕсем пулман. Регули 767. Эсĕр сарлакарах тăвăр, орапапа çӳремелле полтăр. Ib. 609. Эп çӳремелли тояна çохатрăм. Ib. 161. Çавăнта çӳренипе (çӳренипеле) ăвăнтăм. Вомбу-к. Çӳрекен çӳрме тупнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Çӳрен каска якалнă, выртан каска мăкланнă. (Послов.). Ib. Çавăнпа çӳренĕçĕм иксĕмĕр таппа хирĕç полтăмăр. Мы с ним ходили, ходили — встретились... Ib. Çӳренипе пуяс полсан, такçанах пуймалла та эпир, ни пуйни çок, ни чысти çôка ерниех çок. Если судить по нашим трудам, занятиям, хождениям на заработки, давно бы мы разбогатели... ТММ. Хĕр шырама çӳрекен çыннăн картишĕнчи пус валашкине ӳпĕнтерсе хурсан, хĕр час тупаймаст, тет. К.-Кушки. Пасара çӳретне эс? Ходишь-ли ты на базар? N. Çӳрекене шăмă тупăнат. Кан. Çӳресен-çӳресен „Хозсельсклад“ тенĕ лапкана пырса кĕтĕм. N. Хула тăрăх хутпа çӳретĕп. Разношу по городу бумажки. Орау. Асăрханарах çӳрĕр, ачамсем! Будьте осторожнее. АПП. † Ылттăн турпас çуттипе Аçтăрхана çӳрерĕм. Альш. Уттари, чуптари (уттарар-и, чуптарар-и?) çӳремешкĕн пирĕн кӳлнĕ утсем начар мар. Регули 41. Манăн утсам килте пор çӳремеллисем. Ib. 40. Кусам çӳремелли утсам; ку утсам çӳремеллисем. || ТХКА 85. Пысăк кĕтĕве йышсăр кĕтме хĕн. Çавăнпа хампа пĕрле кĕтĕве çӳреме икĕ тутар ачи, икĕ чăваш ачи тытнăччĕ эпĕ. || Приходить (куда). Орау. Эп ăна 8 сахатра килме (çӳреме) хушнăччĕ. N. Мĕн тума çӳретĕн! Ск. и пред. чув. 6. Çĕрле çӳрес хăнам çук, утах хăвăн çулупа! || Плавать. Чураль-к. Сакайĕнче çар иртĕ. (Хĕлле пулă çӳрени). || Вести (общественную работу). Ала 89. Халăх çинче çӳрекен çын. || Ходить (о болезни). Çутт. 85. Чир çӳренĕ вăхăтра чĕрĕ шыв ан ĕçĕр. || Ходить (в картах). Изамб. Т. Санăн çӳремелле. || Обходить дома (с визитом). Альш. Тепĕр кунĕ кунĕпе хăнасем каяççĕ „çӳреме“. N. Пĕтĕм яла çӳресе пĕтерсен. || Гулять, прогуливаться. К.-Кушки. Эпĕ паян аслă улăха çӳреме кайрăм. || Гулять (кутить). Чăв. й. пур. ЗЗ. Тата пĕр вăхăтра салтака каймалла ачасем ялта çӳренĕ чух, çав Прухха пĕр ачанăн пилĕк тенкĕ укçине ĕçсе пĕтернĕ. || Ходить с намерением, хотеть, желать, стараться, норовить. Т. VII. Ĕлĕк пĕр арăм тата упăшкине вĕлересшĕн çӳрет, тет. Рак. Кăчунехи ывăл-хĕр хăй пуç пулма çӳре-çке (= çӳрет-çке). Юрк. Эсĕ кĕнеке кăларнине илтсенех, эпĕ темĕн тĕрлĕ савăнсаттăм, пĕр вăхăтра темĕн пек туянма çӳресе те ниепле те туянаймарăм. Трхбл. † Ĕнтĕ ир те пĕччен, каç та пĕччен, чунăм пĕччен выртма çӳремест. (Солд. п.), С. Тим. Туттăр парса вырнаçсан, хăй те пыма çӳрет-çке (девушка. Пыма çӳрет — хочет итти, илме çӳрет — хочет взять или купить). N. Çакăскер мана вĕтес тесе çӳрет-ха та, темĕн, пултарайĕ-ши! Яргуньк. Мăн хурчка пулса хур акăшĕнчен çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет; хăпарсан, çав хур акăшне тапасшăн çӳрет, тет. Хурамал. Çав çынсене шуйттан пит вăрçтарасшăн çӳрет, тет. В. С. Разум. КЧП. Вăл çынна усал тăвасшăн анчаж çӳрет. Кĕвĕсем. Аппа ука тĕртет-çке, çутă пулма çӳрет-çке. С. Тим. † Кӳршĕ хĕрĕ кӳрнеклĕ (полная и с красивыми формами тела), туттăр пама çӳрет-çке. || Находиться, пребывать (о предмете, переходящем с места на место). Н. Седяк. † Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, арçын аллинче çӳрет. О сохр. здор. Кайран пĕри сивĕрен пăсăлса чирлесе каять, тепĕри сывах çӳрет. Чеб. † Анне ывăлĕ пуличчен, хĕреслĕ тенкĕ пулас та, анне умĕнче (на груди) çӳрес-мĕн. ЙФН. † Атти ывăлĕ пулаччен, кĕмĕл çĕрĕ пулас-мĕн, ырă хĕр аллинче çӳрес-мĕн. Перев. Çак асаннен лăпкă каласа панă сăмахсем яланах ман асра çӳретчĕç. N. Рента (аренда) укси пит пысăк пулсан, çĕр-хакĕ те çӳлте çӳрет. N. † Порçăн тотăр полăттăм, хĕр поçĕнче çӳрĕттĕм; йолимарăм, çӳримарăм. Кан. Куç хĕррисем нихăçан та типĕ çӳремеççĕ. Ib. Хăш çынăн куçĕсем хĕп-хĕрлех çӳреççĕ. Ядр. † Ати çури пуличчен, ылтăм шăрçа пулас-мĕн, ыр çын хĕр мыйĕнче çӳрес-мĕн. N. Ывăлăмăра мĕншĕн ятăн эсĕ? Вăл хамăр куç умĕнче çӳренĕ чух мĕн пур шанчăкăм çавăччĕ. N. Темĕскер кăшăлĕ вăл, тахçанах кунта çӳрет (валяется, находится здесь). || Находиться в каком-либо положении. N. Мĕскĕн телейсĕр чун йытă тырĕнче çӳрет. N. Пит-куç савăнăçлă çурет. || Бывать. К.-Кушки. Иван патне çӳретне эс? Бываешь-ли ты у Ивана? Ст. Чек. Нумай ахутара çӳренĕ те, кун пек япалана курманччĕ. || Жить. Юрк. Хам пĕр майлă çӳретĕп халĕ. Живу потихоньку. Изамб. Т. Пит çӳрейместпĕр. Ман çак ачана темĕскер пулнă. Не очень-то хорошо живем. Не знаю, что случилось у меня с этим ребенком. Н. Карм. † Шухăшламан чухне, тăван, çӳретĕп, шухăшласан чĕлхем çыхланать. Ib. † Çӳренĕ чух эпир çӳрерĕмĕр, сăртран сăрта юртакан пăлан пек. || Употребляться. Юрк. Пашалу вăл кирек хăçан та çиме çăкăр вырăнне çӳрет. || Заниматься (чем). N. Сутупа çӳресе. || Лезть. N. Ан çухăр! Тухса кай кунтан! Эсĕ — нимĕн пĕлмен çĕр хурчĕ; çапах манпа калаçма çӳрен тата. || Одеваться, наряжаться. N. Çӳрессе те таса çӳреççĕ, вырăсла та пĕлеççĕ. || Хлопотать. Ск. и пред. чув. 43. Прошени те çырнă, хатĕр ĕнтĕ, çӳремелли çынсене те суйланă. N. Шкула хăвăр çӳресе уçăр. N. Вутта илме ĕç пĕлекене суйлас пулать, çӳрес пулать, атто ак нумайăшĕ хутмалли çуккипе аптраççĕ, тет. || Иметь общение, связываться. Изамб. Т. Ӳлмĕрен ул Микуç (Николай) ачисемпе ан çӳре. Вĕсем ахалех хăна хĕнеттерсе пĕтерĕç. Халапсем. Вăрапа вăрă çӳрет, лайăх çынпа лайăх çын çӳрет. || Иногда не переводится. Баран. 131. Çакăн пек (такие) чулсем пит хакла çӳреççĕ. || Употребл. в качестве вспомог. гл. ЧС. Эпир ун чухне пурте хуйхăрса çӳреттĕмĕр. N. Илсе çӳре возить (напр. людей, турттар в этом см. не употр.). Çав çулне, тухтăрсене исе çӳренĕ чухне, эпĕ нумай укçа тупрăм. ЧС. Çынсем, ĕçсе ӳсĕрлсен, таçта выртса ан çӳреччĕр, тесе пăхмашкăн, касак пекки суйласа хураççĕ. (Сĕрен). Юрк. Çавăн пек епле эрехсемпе шалта сут тунине пăхса çӳрекен улпучĕ авалхи пĕр хупаха сасартăк пырса кĕрет те, астăва пуçлат. Ib. Кĕсем патне кайса-туса çӳреместĕп. N. Унтан темскер шăрши кĕрсе çӳрет. N. Хăна ху нуша шыраса çӳретĕн. N. Сĕрем иртернĕ чухне пĕтĕм çынна çăмарта, чăкăт валеçсе çӳреççĕ. Ала 69. † Пиртен Шурă Атăлсем, ай, инçех мар, куллен каçса çӳрес çĕртех мар. Сред. Юм. Ташланă чôхне йохайса çӳрет (очень хорошо пляшет). Трень-к. Манăн виçĕ кон хошши (около З дней) поç (шăл, мăй, пилĕк) ыратса çӳрет (болела). Однако скажут: манăн виçĕ кон хошши çăпан ыратса тăчĕ. ТХКА 129. Тияккăнĕ-мытарник пасар-пасар сайранах кĕсре лаша улштарса улшуç пулса, çӳресскер. Вино-яд. Санăн сăмсу та хĕрелсе çӳремесчĕ. N. Лашасене илме Т. кайса çӳрет. За дошадьми (чтобы их накупать) ездить в Т. ЧС. Манăн ура нумайчченех шыçса çӳремерĕ (не долго пухла), часах тӳрленчĕ. Скотолеч. ЗЗ. Улттăмĕш кунне хăмписем тулса çитеççĕ те, тата З—4 кун хушши тӳрленсе çӳреççĕ. N. Çалтак кайсан, çӳрени анчах полчĕ. Кан. Хырăм вăхăчĕ-вăхăчĕпе çех мар, яланах ыратса çӳреме пуçлать. В. С. Разум. КЧП. Эпир пĕр хуларан тепĕр хулана куçа-куçа çӳрерĕмĕр. Ib. Çынсем пасарта япаласене пăха-пăха çӳреççĕ. N. Халь эсĕр пирĕн пата кайса çӳретри? Хамăр маткасам сирĕн пата пырса çӳреççи? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 49.

çӳç

(с’ӳс’), волос(-ы). О сохр. здор. Çӳç тăкăниччен малтаи çӳç тĕпне лĕкĕ пек сарă, вĕтĕ, типĕ шатра тухать (при болезни кукша). Сред. Юм. Çӳçне ине çулланă, или: çӳçĕ вĕрилле (= вирелле) тăрать (вихорь). Ib. Çӳç ил, çӳç илтер. Остриги волосы. Ib. Мана кашни иртсе каймассайран витлет; ярса тытрăм çуçĕнчен те, хытă вĕçтертĕм. N. Çӳç илсе яр, обрить. КС. Çӳç хыртар, заставить брить. N. Малти çӳçе вăрăм хăвартăн эсĕ. Юрк. † Урам урлă каçар-и? Ылттăн ука тăсар-н? Ылттăн ука улттă çаврăнтăр, çӳçсем сире çыхлантăр. Ib. Çӳç кастарсан, çӳç шуралат. Кн. для чт. I, 16. Ир тăрăр та, питĕр-куçăра çăвăр, çӳçĕрсене турăр. Якейк. Пуçна пĕр пĕчĕк çӳç хăвармăп! Выдеру все волосы! (Угроза). Ст. Чек. Пуçăнта çӳç юлмĕ. Баран. 66. Майпа вĕрсе тăракан уçă çил пуçри çӳçсене вĕл-вĕл вĕçтерет. Шибач. Çӳçна татса пĕтерем! (Брань). N. Эп кĕске çӳçпе çӳреме вĕреннĕ (или: çӳреме юратап). Я привык ходить с короткнми волосами. N. Эп вăрăм çӳçпе çӳреме юратмастăп. Альш. Çӳçе кассан, çӳçе турасан, çĕре пăрахма хушмаççĕ (не велят бросать волосы на землю): кайăк илсе кайса йăва çавăрат, тет те, пуç çаврăнакан пулат, тет. N. Çӳçе вирелле ярас (зачесывать назад). СТИК. Çӳçе вĕтелерĕм. Опалил себе волосы. Ib. Пирĕн хĕрарамсем час-час: çӳç туртат — çавă асăнат пулĕ, теççĕ. Вăл темĕскерле — пĕр пĕрчĕ çӳç туртăнса каят, тет. Регули 875. Çӳçе çуçĕн тытса (тытăçса) вăрçаççĕ. С. Тим. † Çӳç пек хăна пуçтартăм, пукане пек вылятрăм. Подг.-Шигали. † Вутлă-шывлă хушшинче вут пек сăра турăмăр, çӳç пек хăна илтĕмĕр, пукане пек вылятрăмăр. чăх-чĕппи пек салатрăмăр. (Хĕр-сăри сăвви). Б. Олг. Прийомра кăнтăр иртсен, пичия çӳç кассарчĕç (= касса ячĕçĕ), туатă сахат çапсан. Чăв. к. Турă çырни — çӳç çыхни, сивĕтсен те сивĕнмес. (Хĕр йĕрри). Кĕвĕсем. Турă çырни çӳç çыхни. (Вероятно, означает, что того, что суждено, так же трудно избежать, как трудно развязать затянутый узлом волос). || Волоски (мелкие корни растений). В. Ив. Çимĕçлĕ шыв тымар çӳçĕсен хуппи виттĕр шала кĕрет.

çӳçĕ

(с’ӳз’э̆), портной. См. çĕвĕçĕ. В. Олг., Пшкрт., Шибач., Шарбаш. Тораево. Пĕр ялта ĕлĕк çӳçĕ пулнă, (в одной деревне жил когда-то портной), тет. Çав çӳçĕ çĕв çĕлеме варман урлă кайнă, тет.

çӳхи

(с’ӳh’и), назв. кушанья. Аттик. Сред. Юм. Çӳхи тесе чостаран çӳхе туса пĕçерекен çимĕçе калаççĕ. Ерк. 21. Хăнана илсе каяс кучченеç йăлипе пĕр такмак тултарчĕ тул çӳхи Унерпи, См. çӳхӳ.

çӳхӳ

(с’ӳh’ӳ), назв. кушанья (палишки). У др. кӳптĕрме, капăртма. Вомбу-к. Çӳхӳ — хпарту икерчи — хпарту чустинчен туни, çатмапа пĕçереççĕ. Актай. Пĕр токмакра икĕ çӳхӳ. (Ясмăк). Б. Олг. Вырсарникон контăрла çитсен килме пуçларĕç хăнасам. Çӳхӳсем исе килеччĕ такмакпала. Хурамал. Çӳхӳве кĕр-сăри хывнă чух пĕçереççĕ. Ib. Çӳхӳ — тулă çăнăхĕнчен, лепешки (кислые, пекут на сковороде. В Орау. кăвас икерчи). СПВВ. ТА. Çӳхӳ — хăпартлу чустинчен илсе çатма çинче пашалу пекки пĕçереççĕ. СПВВ. ВА. Çӳхӳ — хăпарту же, но только пекут на сковороде. Якейк. Çӳхӳ — ватрушка из одного теста.

çăв куçĕ

то же, что çу куçĕ. С. Тим. Пĕр чашăкĕ йĕри-тавра çынсерен пĕрер кашăк чиксе, варине çăв куçĕ туса, çăв пит нумай яраççĕ.

çăвла

летом. ХЛБ. Н. Тим. Хĕлле сивĕ пулсан, çăвла ăшă пулат. Шурăм-п. Киле çăвла пĕр-ик-виç эрне кайса пурăнаççĕ.

çăв

(с’ы̆в), то же, что çу, мыть. А. Турх. О сохр. здор. Ĕç çинче пите-куçа таса шывпа çăвах тăма кирлĕ. || В перен. знач. Янтик. Ну, чее вит у! Чĕлхипе çăвать анчах, такам та пĕр çĕр тенкĕ шанса памалла.

çăва

(с’ы̆ва), кладбище. НИП. Çăвара, на кладбище (т. е. в могиле). Яргуньк. Кайнă чухне вăсем пĕр чӳркӳллĕ ял витĕр тухса çăва кĕтессине ларчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 19. Мăн çырман тепĕр енче çăва выртать. Ĕлĕк çак çăва çине 28 ял виллисене пытарнă. Актай. Кайсан-кайсан, пĕр çăва патне çитрĕ, тет те, çăва пуçĕнчен: кунта паян пы(та)рнă çын пур-и? тет. N. Çăва çине пытар. N. Вара, кăнтăрла çитсен, пурте таса шурă кĕпесем тăхăнса çăва çине каяççĕ. Истор. Анчах унта, çăва çинчи пек, çын та пулман. Собр. Çăва патне кайнă виле каялла килни çук, теççĕ. (Послов.) || Употребляется в бранных выражениях. N. Мĕн çăви тума кирлĕ пулнă эп вĕсене? На кой чорт я им понадобился. Сред. Юм. Мĕн çăвине çапла хытланса çӳрен çак эс. Ib. Мĕн çăвине пĕрмай çапла хĕнесе çурен çак э çав ачасĕне ахалех? Ib. Мĕн йĕре-йĕрех асапланса çĕклен ôна, кам çăвн хôшнă поль сана она тума. Ib. Такам çăви килет ĕнтĕ тăта. Чорт еще кого несет. (Гов., когда в духе). Ib. Таçта çăвана кайса пĕтнĕ, киле пĕри те юлман. Ib. Эй, çăва (гласная „ă“ почти незаметна), çавна та тума астуман. Ах, чорт возьми, и это забыл сделать. Кан. Картисем (изгородь) карăнса лараççĕ-ха вĕсем. Пахчари ĕçĕ вĕрет. Вăхăтра ĕçлес пулать вĕт пахчара. Карти вăл çăва патне. В. Олг. Çăва панчи (брань). Слеп. Çăва патне кайманскер! ЩС. Çăва патĕнчи (ругательное слово). Янтик. Эп, укçа пулсан, çăва патне те (куда угодно) кайса килмелле, анчах укçа çук. Ib. Темле çын у, çăва панчен килнĕ пуль: тем те пĕр калаçать. Орау. Виç тенки çăва патне кайтăр, ĕç пулсан темех мар (или: ĕç пулсан вăл ним те мар). Ib. Çăва патне вăрçу-япалу! Хурамал. Тупрăн-и çав япалана? тесен — тунмарăм, елле çăва патне кайнă, теççĕ (или: елле хăяматра, елле çăва патне кайнă). В. Олг. Эккей, çăва патне кайманскер, ме итлеместĕн (легкая брань, шуточная)? Ib. Эс çăва тĕпĕнчен тохса кисе, этем мар эс! Пшкрт. Эс онта каятни? — Ста çăва патня онта каяс. N. Тырă, тесе, вилеймĕн, вăл çапса та пăрахĕ (солдат), çăва патне. Çентерчĕ 11. Кам çăва вăл? — Çăва мар эпĕ, çын. Шурăм-п. Çăва, киле каяс пулĕ тесе, тулчукран анатăп.

çăвар

(с’ы̆вар), рот. N. Ĕçмесĕр тӳсмелли çук пулсан, çăвара сахăр е тăвар шывĕ ĕçмелле. Орау. Çăвартах çĕртсе антарса ярать. Ib. Тăрантăм лайăх, çăвартан курнакан та пулчи тен (наелся до-отвала). Ib. Çăвартан курначченех ĕçсе çирĕм. Я наелся и насытился до-отвала (по-горло). Ib. Çăварта юн тути калать. Во рту чувствуется вкус крови. Ib. Мур ачипчи, кӳпсе пĕтешшĕсем, кун-каçа çăварсене хупмаççĕ (макăраççĕ). Ib. Çăвар чӳхеме каяп. Ib. Эп паян çăвара пĕртте чӳхемен-ха. Ib. Ĕлĕк ваттисем, кĕçĕн çăварни иртсен: паян эпĕр çăвар анчах чӳхетпĕр, тесе ĕçетчĕç, тет. Ст. Чек. Мĕн унта — çăварна курак сысашшĕ — ăнран кайса пăхса тăран! Что ты там зазевался! Ib. Калаçакан çăварне карта тытман. (Послов.). Юрк. Ку та тыттарна черккине, мунча чулĕ çине çапнă пек, çăварне ывăта парать. Имен. Çав ĕçкĕре эп те полтăм, сăра, пыл ĕçрĕм: сохал тăрăх йохрĕ, çăвара кĕмерĕ. Скотолеч. 26. Кантăр çăвĕ ĕçтерсен те анса каймасан, ларнă япалине çăваралла кăларма тăрăшас пулать. Трхбл. Вĕсен çăварĕсем пиçчĕр халĕ. Ib. Ах турă, çăварĕ хăлха таран! N. Сирĕн аçу-апу мана питĕ лайăх ĕçтерчĕç-çитарчĕç: халь те çăварта. Сред. Юм. Çерçи çăмартине çăварта хыпса çӳрет, ай, çăварта ванса каймаччĕ (çăварта ванса кайтăрччĕ, тени пôлать). Якейк. Çăвар типсе ларч (от жары). Ib. Ман Йăван çăккăр çăвартан та татмаçть. Ib. Ма-ка эсĕр мана çăвартан та прахмастăр (говорите постоянно обо мне). Ib. Санпа калаçса çăвар пылакне ярас килмест ман. КС. Çăварпа çапса çĕмĕрĕп. ТММ. Çăварна килсе кĕрессе кĕтетнем? N. Çăварна хуп, замолчи. N. Çăвар вĕççĕн калакан халап. ЧС. Кăшкăра-кăшкăра манăн çăвар та типрĕ (высохло во рту). СПВВ. Пурте пĕр çăвара сурас пулать. (Поговорка, выражающая согласие, единодушие). Собр. Арлă-арăмăн пĕр çăварпа сурас пулать, теççĕ. Б. 1З. Халăх çăварĕ хапха, теççĕ. N. Халăх çăварне кĕрсен, пулать. О чем говорит народ, то сбудется. (Послов.). Питушк. Çăвартан тохсан, хапхаран тохать. (Послов.). Изамб. Т. Çини нумай пулмас-ха (не давно ел), çăвартан пăхсан курăнат (т. е. будто пищу видно из глотки). Сыт по-горло. N. † Çăварĕ вылят, куçĕ курат — епле матур хĕрсем пур. || Глоток. Кан. Кăсинчен (= кăсйинчен) пирусне кăларса чĕртрĕ те, пĕр-икĕ çăвар тĕтĕме пăл-л! пăл! кăларнă хыççăн урăх халапа куçрĕ. Ib. Кашни паломмия ик çăвара кӳртет. Он каждое яблоко сьедает в два приема. Якейк. Прик-виç çăвар çăккăр çыртрăм. Ib. Виç çăвар шу ĕçрĕм. N, Икĕ-виçĕ кон пĕр çăвар çăкăрсăр нăмай порăннă. Орау. Çăмартасене хытă пĕçерес, пĕрер çăвар тумалла пулччăр. БАБ. Çыннисем (собравшиеся при этом) пĕр курка сăра та ĕçмеççĕ, пĕр çăвар çимĕç те çыртмаççĕ. N. Эсĕ килтен пĕçерсе янисене пĕр çăвар та çисе пăхман. N. Виçĕ çăвар, то же, что тат. ӧч кабым. || Рот, т. е. едок, N. Килте ĕç çук, çăвар нумай, тăрантаракан никам та çук, теççĕ. || Отверстие у некоторых предметов. Ст. Чек. Кушук çăварĕ — противоположно кушук тĕпĕ. С. Тим. Кăмака çăвар умне сĕтел лартса, ун çине минтер хураççĕ. ССО. Вара патша ача ашшĕсене (отцов юношей) янă та, хăйĕн тарçисене шăтăк çăварне чул кайса купалама хушнă. N. Шăтăкăн çăварĕ хупăнса тăнă. N. Вăл шăтăк çăварне пысăк чулсем йăвантарса хурăр. N. Хутаçăн çăварĕ пысăк. Н. Сунар. Тилĕ Иван тарçа каланă: эсĕ михĕ çăварне (отверстие мешка) епле çыхрăн? Альш. Çав патаккисене пуç-чиккĕн тытса пынипе леш сĕрекийĕн çăварĕ карăнат та, унта пулăсем кĕрсе пыраççĕ. N. Пĕр тĕле чарăнчĕ, пичĕке çăварĕ аяккинелле пулчĕ. В. Ив. Кашни ама чечекин тĕпĕнче пĕчĕкçеççĕ тĕвĕ пур, тĕвĕ тăрринче çунатланса тăракан çăвар пур. || Употребляется переносно и в др, оборотах. N. Урам тăрăх чупса çӳресе çăвара мĕн килнĕ (quic quid venit in buccam), çавна калаттăр (говорили). Орау. Кам ачи-ши ку, çăварĕнче пĕр тутлă сăмах та çук (все говорит глупости). СТИК. Çаварĕнчи сăмахне те калаймаст. (Гов. про человека стесняющего, про мямлю). Ск. и пред. чув, 75. Пор вырăна пуçтарăнсан, ун çăварĕпе пуплеççĕ. Кама 19. Иллене çапла кала.. Çăварĕ çӳлте-ха унăн. Никама та парăнасшăн мар. N. Виç çул асапланса лартнă вите ахалех Ваççа çăварне кĕрсе ӳкрĕ (досталось легко Василию). КС. Пĕр çăвартан çиса пурăнаççĕ вăсам, т. е. живут очень дружно. N. Пĕр çăвартан пурăнаççĕ усем (дружно, согласно, о супругах и др.). || Горлан. (Так называют одного человека, который в праздники напивается и все время поет). Сред. Юм.

çăвар-купăс

губная гармония. ЧП. Сирĕнпе пĕр каç çывăрас теттĕм, çăвар-купăссене каласа. Сред. Юм. Çăвар-копăс, гармоння, на которой играют губами.

çăварлă

со ртом. || Встреч. в сложении: пĕр çăварлă. Заодно, в сговоре. Етрух. Хăтипе пĕр çăварлă пуль ку, тесе, шухăшлатăп, тет. Ерк. 158. Йĕршшӳ тăрăх ларнă пĕчĕк ялсем варлă, пурăнма вĕрентнĕ вĕсен пуçне пусмăр. Кăçал вĕсем пушшă пулнă пĕр çăварлă, пĕчĕккĕнех иртрĕ урха панчи мухмăр.

çăварлăх

(-лы̆х), трещины по углам губ (болезнь). N. Ăна çăварлăх пулнă. || То, что было откушено кем-либо. Городище. Çын çăварлăхне ан çи (не ешь). Юрк. † Çак тантăшсем асма килсен, çăварăлăхăма çăтаймăп. N. Никам та хăй çăварлăхне çынна кăларса парасшăн мар. Ала 96. Пĕр çăварлăх çăкăр та çук манăн. || Удила. Хурамал. Кăвак лашасене çиме пар, çăварлăхĕсене исе пар. N. Лашисене тĕрлĕ енчен çăварлăхпа турткалаççĕ. || Приспособление, которое надевается на морду коровы, чтобы она не сосала других коров. Ст. Чек.

çăвар тути

(-δиы), вкус, вкусовое ощущение. Альш. Пыл çирĕм те, çăвар тути кĕрсех кайрĕ. Ib. Çĕрĕк улма çирĕм те, çăвар тутине пĕтерсех пăрахрĕ. Ib. Пĕр-икĕ кун чирлесе выртрăм та, çăвар тути пĕрре те юлмарĕ, халь çăвар тути çук. Чирлĕ çынна çăвар тутишĕн кăшт пыл патăм (чтобы подсластить во рту). Изамб. Т. Манăн çăвар тути пĕтрĕ (нет вкуса во рту). Ib. Çирĕм пуса ку пушăта памаççĕ. Калаçса çăвар тутине те сая ан яр. Ст. Чек. Çăвар тутине сая ярас мар. Не стоит ему говорить (человеку, не принимающему советов). Ib. Çăвар тутине сая ямăттăм. Я не говорил бы на твоем месте такие неприличные слова. Кама 12. Е-е-ей, сирĕнпе калаçса, çăвар тутине сая яни çеç! N. Санпала калаçса çăвар тутине те сая ямастăп. N. Пĕр май тапак туртса çăвар тути пĕтрĕ.

çăвар хуппи

„покрышка рта“. Янтик. Тек йăнкартатать, исе пар çавна пĕр пилĕк пуслăх тутăр çăвар хуппи (чтобы не надоедала). Сред. Юм. Туса пар, тесе, тек аптратнă мана, пăртак çăвар хôппи туса патăм (сделал плохо). КС. Пырĕ ĕнтĕ ыт ахалтен çăвар хуппи — тиççĕ начартарах япала çинчен.

çăвăр

(сы̆вы̆р, сŏвŏр), детёныш. Пазух. З5. Виçĕ уйăхри çăвăрсенчен пуçласа çулталăка çитиччен (о поросятах). Орау. Çăвăр кăларсан, катана ан яр, турă. (Моленье). КАЯ. Хăçан та хăçан çав мулкачă миллион çăвăр амăш пулĕ (будет матерью миллиона детей), çавăн чухне çак ача уртăр. (Из наговора). ТХКА 85. Ративан сысни çăвăр пăрахрĕ вара. || Детка (пчелиная). Вĕлле хурчĕ З. Темиçе çул тăна карас кивелет. Вăл кашни çул çӳре (çăвăр) кăлармассерен, çӳре кипки юлнипе хуралса тачкалать те, хытса каять. Календ. 1906. Çав куçсенчех тата çăвăр (çурă) кăлараççĕ (выводят детку). Кн. для чт. 167. Аван ама пĕр карас куçĕ хăвармасăр, кашнине çăвăр сапать. Ib. Ама çăвăр сапма çуркуннех пуçлать. || Рой пчел. ЧП. Вуникĕ вĕлле хуртăм пур, çăвăр яманран ӳпкем пур. Ib. Вуникĕ вĕлле хуртсене çăвăр яманран ӳпкем пур. Торх. (Курм.). Пирвайхи çăвăр — первак; иккĕмĕш, виççĕмĕш (рой). N. † Çӳлĕ тусем çинче, ай, пĕр вĕлле, çӳллен çăвăр хушмантан ӳпкем пур. || Часть плуга. Янгорч. Çăвăр — ама çумăнче.

çăк

воз. СПВВ., Магн. М. 173. Хурамал. † Урхамахсем улттăн, утçăм пĕччен, çăк туртаймĕ тесе, хăратăп; çичĕ ютсем çиччĕн, эпĕ пĕр пĕччен, кун кураймăп тесе, хăратăп. N. Эпĕр пĕр турам пани сана пĕр çăк пултăр, теççĕ. (Похороны). Самар. Çул-ту çинче чиялăх, аври-аврипе хуçаççĕ, милки-милкипе çыхаççĕ, çăкĕ-çăкĕпе тияççĕ. Истор. Çавăн чух Киевелле çынсем çăксемпе пынă. См. Отгол. Золотоорд. стар. в нар. вер. чув. 2З. || В перен. знач. Сред. Юм. Ӳсĕр çынна, тайкаланма пуçласан: çăк çитнĕ кон, теççĕ. || Некогда — порука, поручительство. См. Отгол. Золотоорд. стар. в нар. вер. чув. 23, 24. Çăка кĕр, поручиться.

çăкăн

(с’ŏгŏн), кланяться, приседать, делать реверанс А. Турх. Юрк. Çĕнĕ-çынна çĕн-çын салми пĕçерме шыв ăсма кайнă чухне, е шыв ăсса, йăтса таврăннă чухне тĕл пулнă çыннисене: ача-и вăл, пысăк çын-и, ватă çын-и-пурĕ-пĕр, пурне те çăкăнса салам панă (реверанс тунă). Урине чăркуççи тĕлĕнчен куклетсе, пуçне пĕшкĕртсе, виç тапхăрччен тайăлса пуççапса илнĕ. Çĕнĕ-çынни çапла пуççапнине куракан çынсем ăна хирĕç: пысăк çын, аслă çын пул! тенĕ. Ib. Çăкăн, вăл санран аслă япала. Альш. Çĕнĕ-çынни нимĕнсĕрех хĕвеле хирĕç тăрса (хĕвел тухăçнелле пăхса) малтан виçĕ хутчен çăкăнат: аранçĕ-аранçĕ лапчăнса илет. N. Çăкăнать (салам ярать). Городище. Çăкăнса аннă. Подкосились ноги и упал. СТИК. Вăл чупса пынă çĕрте çăкăнчĕ-анчĕ (упал как подкошенный стебель). Шорк. Тырă çăкăннă (или: çăкнă. Хлеб в поле после сильного дождя ломается и колосья в беспорядке опускаются к земле. Чаще всего бывает в тех случаях, когда хлеб не успеют собрать во-время).

çăкан

неизв. сл. ЧС. Анне ним тăва та пĕлмест, аптраса мана çаплах вăрçат: калах чӳклес-и мĕн, пĕр çăканĕ пурара, ним чук-кĕл тумалли çук, аптраса çӳрет, усал хăй мĕн пĕлет-ши?

çăкăник

восклицание неизв. зн., которое произносит старший дружка на свадьбе. Ала 62. Ман-кĕрӳ пуринчен мала ларать, аллине сăра курки тытать. Вара вĕсем виç тапхăр тăрса лараççĕ. Виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. Пуççапма ларас умĕн мăн-кĕрӳ: „Çăкăник!“ тет те, халăхсем пурте пуççапма лараççĕ. Пуççапнă вăхăтра мăн-кĕрӳ çак сăмахсене калать: „Ах аттеçĕм, аннеçĕм, пыр çиме те кирлĕ мар, ал тытма та кирлĕ мар, сирĕн пĕр пус укçăр пĕр сум мар, икĕ пус укçăр ик сум мар, эпĕ сирĕн укçăра ыйтмастăп, пуç сывлăхне ыйтатпăр; эсир пиллесессĕн — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх“, тет. Çак сăмахсене мăн кĕрӳ каласа пĕтерсен, пуççапса ларакан туй халăх çапла юрласа ярать: „Чĕнтĕрлĕ те кĕпер, юман кашта, авăна-çке шывăн хумĕпе; çинçе-ях та пӳçĕм, аван чунçăм, тайăла-çке ватсен умĕнче. Пахча та пахча купăста, сире те пултăр, ватăсем, çинче те пӳлĕ сарă хĕр, пире те пиллĕр, ватăсем. Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне, эсир пиллесен — пин кунлăх, эсир пиллемесен — виç кунлăх. Сирĕн пиллĕх пире çитес пулсан, ирхи сывлăм шывпе ким юхтăр; сирĕн пиллĕх пире çитмесен, Шурă Атăл çинче ким лартăр“. Унтан вара çак сăвăсене юрласа пĕтерсен, мăн-кĕрӳ калать халăхсен çинелле пăхса: „Упăтĕк!“ тет. Вара халăх тăрать те, ларакан ваттисене пĕрен чуп-тума тытăнаççĕ. Чуп-туса пĕтерсен, вăй-кил уйăрма каяççĕ. Пӳртрен тухса кайнă чух мăн-кĕрӳ аллинчи куркана алăк патĕнчи çынна тыттарать те, çак сăмахсене калама тытăнать: „Ах пиччеçĕм (ятне калать лараканнинне), çав (ятне калать) пуян туй кӳртет, çав пуян ывăлин туйне кӳртет, ватă-вĕтĕ — пурте туй курма пырăр, сăмсипе сывлан, кучĕпе шăван — пурăр та туйкурма пырăр“, тет. Унтан вара вĕсем тухса каяççĕ. Вĕсем çул çинче виçĕ тапхăр чарăнса такмак каласа ташлаççĕ. Ку киле çитсессĕн, мăн-кĕрӳ алăк патне пырать те, алăк патĕнче туй халăхĕсем апла каласа юрлаççĕ: „Хуçа та пире сăра пар; сăру та пулмин, ху та тух; ăснă та сăру сĕвĕрĕлчĕ пуль, пиçнĕ яшку сивĕнчĕ пуль“…

çăкăр

(сы̆гы̆р, сŏгŏр), хлеб. N. Хулăн укçи çĕр тенкĕ. Калаçнă чух вун тенкĕ çăкăр çине хумалла, теççĕ. Сред. Юм. Çăкăр кăмакана манса йолсан, килте кăшĕ те полса вилет, тет, çавăнпа она çол тăваткăлне тохса пăрахаççĕ: вара вилмес, тет. (Нар. поверье). Ib. Çăкăр хырăм хыççăн çӳремест, хырăм çăкăр хыççăн çӳрет. Ib. Ôнта çиес çăкри пор поль. Судьбой определено тамошний хлеб есть. (Гов. невестам, выходящим замуж, и солдатам). Ib. Эп санран маларах çăкăр çинĕ. (Гов. молодым, когда о чем-нибудь спорят, указывая на то, что он старше и потому опытнее и больше видел). Ib. Вăт сахал хôтсан, çăкăр начар пиçет; ăна вара: елпенсе пиçнĕ, теççĕ. Ib. Пиç, пиç çăкăр, аçу-аму çăкрине хора йытта ан кайса пар! (çапла каласа алла тытса ачасĕне çĕре антарса яраççĕ, вара çав ачасĕне çĕклекеннинчен пĕри кôшак полать, пĕри хуçи полать те, тыр вырма каян пикки туса, пăртак аяккарах кайса, корăк çинче пĕкшĕнсе çӳрет; кôшакки, çăкăр полнисĕне пырса çиесшĕн, чупса пырать (дотрагивается). Хуçи ôна хуса ярать; кôшакки порне те çисе ярсан, каллах çĕнĕрен тепĕр хут çавăн пик выляççĕ. Изамб. Т. Çăкăр хывсан, кӳрсе пар вара? — Юрĕ. N. Кăмакана сакăр çăкăр кĕрет. ФТТ. Çĕнĕ çăкăр çинĕ çĕре усал çын пырса кĕрсен, теллей çук, тет. Батыр. Салтак ăсатнă чухне ашшĕ-амăшĕ, е тăванĕсем, унăн ячĕпе асăнса турă умне çăкăр хураççĕ. Сунт. Çăкăрсем чиксе хатĕрле-ха (на дорогу), каçчен çитес. Изамб. Т. Салтака кăларса кайнă чухне ялтан пĕр аллă пичетни кайсан, е пĕр хĕр-ача, е пĕр арçын-ача юпа çине тăрса: çăкăру манса юлнă! тесе кăçкăрат. Н. Шинкусы. Сĕтел çинче пĕр пуçламан çăкăр выртатьчĕ. СТИК. Çын килсен, çынна çăкăр лартмасăр яни аван мар (не хорошо не накормить человека), теççĕ. Рак. † Шур перчетке хĕрсен саламĕ, наян хĕрсем сăкăрăн харамĕ? К.-Кушки. Çăкăра ан шăйăркала. Не черти по хлебу. ЧП. Шур çăкăр, белый хлеб. Аттик. Тата кашни хуран çăмне чашăкпа виçшер пашалу, пĕрер пуçламан çăкăр е читнай çу сĕрсе лартать. N. Çăкăр çĕртсе пурăн; пĕр çăмартапа пĕр çăкăр çиме хушнă. Буин. Мана çăкăр çимес тетием? Разве я не человек? Разве я такое ничтожество? N. Çăкăр сана чĕнмес вĕт, теççĕ. (Послов.). Букв. 1886. Эсĕ çăкăр çисе çĕртме анчах. N. Çав йĕркесĕр пурăнакансем, халăха çăкăр вырăнне çиекенсем, пирĕн пурнăçа пĕтереççĕ. N. Выçăхнă çынна çăкăр кăтартман пулĕ. Альш. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн-вĕт! теççĕ. N. Пирĕн çимелĕх çăкăрри çук пулсан та (хотя нам и нечего есть), куланай партармасăр патша тарçисем хăварман. || В перен. знач. Альш. † Эп каймăттăм çав Чĕмпĕре, çăкăрăм çавăнта туртат (то же, что тат. Risiq tarta). Ст. Шаймурз. † Сирĕнех те çийĕрте пустав халат, çил тавăртăр сылтăм аркине; эсир чĕннипе пырас çук, турă çавăртăр атте-анне çăкăрне.

çăкăр кăвапи

ямочка, которую делают на хлебе перед тем, как поставить в печку. N. Анне вара ăна çăкăр сăмси, çăкăр кăвапине касса пачĕ, пĕр курка шыв ăсса лартрĕ, тата тӳрелке пачĕ.

çăккăр

(с’ŏгŏр, сы̆ккы̆р), хлеб. Н. Айб. Якейк. Çăккăрна çăкруна, çăкрун, çăкрунтан, çăккăрăнтан, çăккăрĕ, çăкри, çăккăрне, çăкрине. Ib. Куç чĕлхине ирех çăккăр çăвара чикиччен сораççĕ. Шорк. Йолашки çăккарăма йытă çисе карĕ. Мой последний хлеб сьела собака (выражает жалость, досаду). Ст. Чек. † Анне, мĕн йĕретĕн эс пирĕншĕн? Пирĕн çиес çăккăр, ай, кунта çук. Ib. Ман çăккăр çиесси пур иккен-ха, шыва каяссинчен хăтăлтăм. N. Эп сан патра çăккăр нумай çирĕм. Немало я съел твоего хлеба. N. Эп сан çăккăра нумай çирăм, хамăн такçан кĕртсе кăтартас (если угощал или воспитал). В. Олг. Вой патăр çăккăр-туар çиме! (Пожелание во время обеда). Курм. Пĕр çăккăра кассан, çыпçтаримăп. (Соха сохалани). Зап. ВНО. Пӳрт тăрĕнче çур çăккăр выртать. (Уйăх). N. Çор çăккăр, полкоровая. Шорк. Çăккăр, çăккăрăм, çăкри, çăкруна, или: çăккăрна, çăкри, çăккăрĕ, çăкрине, или: çăккăрне (остальные формы образуются от „çăкру“ и „çăкри“. В. Олг. Кăмакара çăккăр орлă çорăлсан, лайăх мар, тет. Пшкрт. Çăккăр кăпаса (мар. сл.) кайса, заплесневел. Орау. Çăккăр çисе кай (приглашение проезжему знакомцу). || Перга в соте. Торх.

çăл

(сы̆л, с’ŏл), дергать, теребить. Альш. Улăм çăлнă чуне пĕчĕкĕ ача сасси илтнĕ, тет. N. Унтан вара пĕр урапа (телега) çиие курăк çăлса хучĕç те, çумккана йăтса вырттарчĕçĕ. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ пĕр кĕлте те пулсан çăлса тавăрăнат. Альш. Упи вăрман çăлат (дергает), тет, N. † Анкарти хыçне йĕтĕн акрăм, кам пырĕ-ши ăна çăлмашкăн. Календ. 1904. Çăра шăтсан, шитрен пĕрре анчах хăварас пулать, ыттисене çăла-çăла пăрахмалла. ЧС. Мана атте çӳçрен çăлса илчĕ. || Щипать. НТЧ. Çапла, пурне те чипер силлентерсе пĕтерсессĕн, хурĕ-кăвакалĕ(сене) тĕкĕсене хĕрарăмĕсем çăлаççĕ. || Подоть. || Захватывать. Пазух. Кантăр çинчи пусана та пĕрчĕн-пĕрчĕн татрăмăр; çакă ялăн хĕрсене те çăла-çăла илтĕмĕр. Б. Олг. Сăкмана çăлса тӳмелесе çӳрет. КС. Çуçĕнчен çăлса тытрăм. || Бить, дуть. Нюш-к. Пĕрре çăлмалла-ха ăна.

çăл

(с’ŏл, сы̆л), ключ, родник. N. Çăл тухать, пробивается родник (в реке). ГТТ. Çăл тухнă. Ib. Çăл типнĕ. Актай. Çăл пур тăвайккинче икĕ кăвакал ларат. (Хĕр чĕччи). Сятра: с’ŏлдан шу э̆снэ̆ чона валдан коры̆к чэ̆бэ̆тсэ татса п̚ы̆раҕаччы̆, шу озалы̆ сын ы̆шна кэ̆рэсрэн. ЧС. Вăл çăл пит хаяр, çавăнпа вăл упăшку суха тунă чух çавăнтан шыв ĕçнĕ те, тата шĕлепе (шĕлепкепе?) ана çине юлташсам валли ăсса кайнă, çăл ăна тытнă, халĕ ĕнтĕ ăна çăл чӳклемесен ямаст, чӳклемесен упăшку та вилĕ, тенĕ. Ал. цв. 9. Шыв çăлран тӳрех кĕленче чашăк çине юхса кĕрет. Бес. чув. З. Вăл çырма çула çăл пек кăна юхса выртнă, çуркунне темĕн тĕрлĕ хытă, çырма хĕррисене ише-ише юхса пынă. || Колодец. Изванк. Çăлĕ çине пăхсан, çара çăмарта анчах куратăн, пит йĕрĕнчĕклĕ. Çав çăмартасене, е ĕслĕк ерсен, е кĕсен-çăпан тухсан: çав çăл тытрĕ пулĕ, тесе, кайса яраççĕ. Ib. Чăх ашне пĕçерме çав çăлтан (т. е. Яшутка çăлĕнчен) шыв ăснă чухне: эпир шыв ăснăшăн ан çилен, тесе, пĕр çăмарта ячĕ. (Поминки). Ачач 2З. Анне, кала-ха: эпĕ ăçтан çурăлнă? тесе ыйтсан, амăшĕ çапла тыттарнă ăна.— Сана çăлран туртса кăларнă, тет. Орау. Мĕн пур çăла вĕлерекен амаль ярса тултарнă, тит. Она отравила все колодцы.

çăлă

(сы̆лы̆), колодец. Пазух. Хусанпала Чĕмпĕр, ай, çул(ĕ) çинче вуник куçлă çăлă алттартăм. С. Айб. Пĕр кӳлле тăватă çăлă юхса кĕрет. (Ĕне суни).

çăлтăр

(с’ŏлдŏр, сы̆лды̆р), звезда. Вопр. Смоленск. 1) Çичĕ çăлтăр, Большая Медведица, 2) икнĕ(?) çута çăлтăр, вращаются вокруг неподвижной (оси), З) хĕрес çăлтăр, 4) курка çăлтăр, 5) выйлă çăлтăр, 6) христос çăлтăр, 7) такана çăлтăр. СТИК. Çăлтăра чашкă пысăкăш теççĕ, уйăха йĕтем (ток) пысăкăш. Трхбл. Çăлтăр мĕн пысăккăш? — Çалтăр пирĕн пысăк ала пысаккăш вăл, тетчĕ пире анне. Ст. Чек. Çăлтăр йĕтем пек (величиною с ток). Альш. Ирпе çăлтăрсем сӳнчĕç (погасли). Ib. Кашни çыннăн пĕлĕт çинче хăйĕн пĕр çăлтăр пулать, тет: çуралнă чухне тухать, тет те, вилнĕ чухне пĕлĕт çинчен ӳкет, тет. Ib. Çăлтăрсем куçĕсене чалăртса пăрахнă (сивве). Вызвездило (к морозу). Сред. Юм. Çăлтăрсĕм куçĕсене чарса (уçса) пăрахнă (в ясную холодную ночь, когда ясно виднеются звезды). К.-Кушки. Çăлтăрсем туха пуçланă (показались). Ст. Ганьк. Çĕр тавранать — таврăн; уйăх тавăрăнать — таврăн; çăлтăр таврăнать — таврăн; кун таврăнать — таврăн. (Из наговора). N. Çăлтăр хыççăн çăлтăрсем, вĕсен шучĕ çук. Н. Лебеж. Эпир, эпир, эпирччĕ, утмăл икĕ хĕрччĕ, çутăличчен çук пултăмăр. (Çăлтăр). ГТТ. Çăлтăр аннисем, çăлтăр хăпарни, çăлтăр сӳннисем те пур. Ib. Çĕрле пулсан, уйăх-çăлтăр курнă эпĕ. N. Шывра çăлтăр ĕмĕлки корнать. Юрк. Кĕвенте çăлтăр, çутă çăлтăр, ала çăлтăр. Çич çăлтăр. Пшкрт. Кӳенте çăлтăр; ала çăлтăр. Ст. Чек. Çăлтăр сăват — куçĕсем пит те час-час пĕр енчен тепĕр енне пăхаççĕ, пуçĕ те час-час пĕр енчен тепĕр енне çавăрăнат. Сред. Юм. Пĕчик ача таса, илемлĕ пôлсан: ачи çăлтăр пик, теççĕ. Хурамал. Çăлтăр ансан, çын вилет, теççĕ. Курм. † Пирĕн куçран мĕн пăхас, çут çăлтăра корман-и? Н. Карм. † Пуçу çине çăлтăр антăр! (Пожелание смерти, проклятье). N. Эп сана çăлтăр кăтартса ярăп, или: эсĕ манăн çăлтăр курăк (иначе: вут çути кăтартăп). Я тебя так ударю, что искры из глаз посыпятся. || Метеор. МПП. Çăлтăр ӳкни. || Фамильное прозвище мужчины. Козыльяр.

çăмарта

(сы̆марда), яйцо. Собр. Чăх çара çăмарта тусан, япала çухалать, теççĕ. Орау. Пĕлтĕр çăмартана малтан Якура çитартăмăр та, чăхсем çăмарта лайăх (нуммай) турăç. Ib. Чăх çара çăмарта тусан, лайăх мар. N. Кивĕ çăмарта. N. Виç эрнерен ытла выртман çăмарта. N. Çăмарта самăр мар. Кубня. Мăн çăмарта, çутă куç. (Ламппă). Абыз. Вуникĕ ăмăрт-кайăк, ал икĕ чана, тата виçĕ çĕр утмăл пилĕк шăнкăрч пĕр çăмарта йăтса кайнă. (Çулталăкри уйăх, эрне, кун). N. Хĕре (невесту) килте, çынсем панче те непременно çăмарта шӳрпи çитереççĕ, ачалă-пăчалă пултăр тесе. Вил-йăли. Ача вилсен (лет до 5—7), тула çăмарта кăларса ывăтаççĕ. Альш. Сакайĕнче сакăр çăмарта, саккăрĕш те сарă çăмарта. Пшкрт. Иккĕччен çоратат (родится), пĕре вилет. (Çăмарта). N. Ку такăнчĕ, тет те, кун çăмарта тарчĕ, тет (яйцо выскользнуло у него из рук). М. Васильев № З, 20. Çыннăн чонĕ тохсанах: чон вырăнне çăмартана асаплантар, тесе, орама пĕр çăмарта тохса пăрахнă. Тет. Çĕнĕ-çынни минчетрен килсенех, хапха урлă çăмарта ывăтаççĕ. Нюш-к. Шыв чăххи çăмартине шыв хĕрне тăвать (несет яйца на берегу). N. Ăçта çăмарта ăрăмласа пăрахать вăл çын патне. Çавăнпа чăвашсем, хапха умĕнче çăмарта выртнине курсан, вăл çăмартана илмеççĕ. Сред. Юм. Ака пăтти пĕçерсен (акса пĕтерсен), пĕр чашăк пăтă, пĕр çăмарта ана çине варнă; ăна: тырри çăмарта пик тотă полтăр, тесе, варнă, тет. Ib. Çăмарта тăвас чăх пик коскаласа çӳрет, тесе, пит васкаса ниçта кайса кĕме аптраса çӳрекен çынна калаççĕ. Ib. Çăмарта панче çӳрет. Живет в яичниках (занимается по скупке яиц). N. Çăмарта çурăлса карĕ те, унăн питĕ çине сирпĕнсе хупласа илнĕ. Яйцо лопнуло и залепило ему все глаза. Н. Сунар. Çав çăмарта йăмăкин чĕри пулнă. Этем йăх. еп. пуç. кай. 4. Вăл: виçĕ мăн çăмартасем çинче ларса, пĕр ывăл, икĕ хĕр кăларнă та, çаксенчен вара этем йăхĕ пуçланса кайнă, тенĕ. Кан. Хăçан паран (отдашь)? — Автан çăмарта тусан (т. е. никогда).— Унччен тăхтамастăп.— На, эппин!.. Ядр. Çăварни лаши çăмарта пек (круглая как яйцо), çăмарта калики тăвас мар. СТИК. Çăмарта пек чăп-чăмаркка лаша. Маленькая, но аккуратная лошадка. Арзад. 1908, 42. Çăмарта сутнипе вуникĕ пуслăх тăвар илнĕ (она). || Арзад. 1908, 5З. Анне çăмарта Луккине улт çăмарта, Тимака ик хут ытларах сутнă. || Теsticuli (шулята). Шорк. Ăйăра, çăмарти ансан, кастараççĕ (это бывает в возрасте З—4 лет). Орау. Çăмарти анать, тетчĕ-çке, епле ăна салтака илнĕ пулать-ха. N. Акташ ачине çăмартинчен тапнă та, вилнĕ.

çăмăл

(с’ŏмŏл, сы̆мы̆л), легкий по весу, легкий для выполнения; легко. ТММ. Йăвăр тăпри çăмăл пултăр. (Пожелание покойнику). Н. Синар. Пăхма çăмăл йăтма йăвăр. Ib. Пăхма çăмăл пек, йăтма тытăнсан çĕклеме те çук. Смотреть как будто легко, а поднять (или: нести) трудно. (Вут, огонь). N. Малтан ăна, ватăскере, çынна йăтса пырасси пит йывăр пулнă, кайнăçем вара çăмăлтан çăмăл туянса пынă. Регули. Çăмăл вĕренмелле ачана илеп эп. N. Эсĕ мана пĕр çăмăл çеç ĕç туса параймăн-а! Не сделаешь ли ты для меня одного легонького дельца? Юрк. Куçăсене хуп та, ирĕксĕр ĕç. Пуçна çăмăл пулнине хăвах сисĕн. Орау. Çăмăл юрра юрлама çăмăл. Альш. Хăйне çăмăлшăн (для облегчения себе) тертленет вĕт (старается). || О пище. Эпир çур. çĕршыв 6. Ку пӳлĕмре эпир 12 сехетре çăмăл апат (легкую пищу) çиетпĕр, е чей ĕçетпĕр. || О костюме. Якейк. Паян пасара çăмăл томтирпа (в легком костюме) карăм та, кĕт сивĕ полчĕ (немного озяб). Ёрдово. Çынсем те хĕллехи ăшă тумтирсене пăрахаççĕ те, çуллахи çăмăл тумтирсем тăхăнаççĕ. || О сне. Сятра. Юрă ыйхă (тяжелый сон); çăмăл ыйхă (легкий сон). || Бойкий, ловкий, резвый, легкомысленный. Орау. Ах, çăмăл! ниçта çитсе перĕнессе пĕлместĕн (наскочишь на беду)! В. Олг. Хуаттера исе пырсассăн, корат вăл мана: çăмăлтарах салтак полат ку, ăслă ача полат, терĕ. N. Василий вăл йăвăç тăрне хăпарма майсăр çăмăлччĕ (былловок). Калашн. 27. Сăмăл çынсем ларчĕç вĕсен сулхăнне Регули. 5. Вăл чопма çăмăл. Богдашк. Пĕчĕкçĕ ача кăмрăк çисен, çăмăл пулать, теççĕ. N. Вăл этемĕн ури çăмăлли çине пăхмастĕ. Альш. Хăна çăмăллине пĕлетне, акă вырт çавăнта ăс кĕриччен. Полтава. 9. Ватă чĕре апла мар: унăн шухăш çăмăл мар, вăл васкаса парнас çук. Ск. и пред. чув. 66. Ĕлĕк çăмăлтарахскер, халĕ Утяк тăнлă çын пулса хăй хуçа пулчĕ. N. Çăмăл майрасем анчах тăрса йолнă. Бгтр. Çăмăлтарах карчăксене хăмăт тăхăнтартса. || Легко. Ск. и пред. чув. 14. Халăх çăмăл калаçать, пур çын чунĕ хĕпĕртет. || Легкомысленно. Ст. Чек. Çăмăл хытланат (необдумано, чтобы форсить). || Ветренность.

çăмăлăн

çăмăллăн, легко. Альш. Çăмăлăн çĕклет: Поднимает легко. О земл. Çĕнĕрен сухаласа, йĕри-тавра чавса çавăрăннипе çĕр кăпăшланать, çавăнпа сывлăш та унта çăмăллăн кĕрет. N. Ытти çынсем пур те çăмăллăнах кĕре-кĕре кайрĕç, пĕр эпĕ анчах тула тăрса юлтăм. || Легкомысленно. Кан. Мешчанинăв тусăм, пултаратпăр вĕт! Ĕçме те, ĕçлеме те (?) пултаратпăр! — тесе çăмăллăн калаçать Гребеншчикăв. Орау. Çăв çăмăллăн калаçакан çынна тархас килет-çке ман! || Надобность, дело, negotium. Янтик. Мĕн çăмăла килтĕн-ха эсĕ? По какому делу ты пришел? Ib. Эпĕ сирĕн пата çăмăла килнĕччĕ те (просить денег или вещь). N. Мĕшĕн каяс çӳлĕ касса, мĕн çăмăлшăн? — Кĕмĕлшĕн. N. Ун патне çитсе, çăмăлпа пынине (по какому делу пришел) каласа кăтартнă. Нюш-к. Çăмăла килтĕм (пришел просить вещь). Юрк. Ку çăмăлăрпа эсир ман патма ыран килĕр. Унччен эпĕ унтан ыйтса пĕлем, кайран вара сире пурсăра та каласа парăп.

çăмăлкка

легкомысленный. Фин. Вĕсем пуçа тăратсарах çӳрекен çăмăлккарах çынсем. Ст. Чек. Çăмăлкка çын, легкомысленный; легоньки юмок. || Легкомысленно. Ст. Чек. Çăмăл хытланат, пĕр тĕрлĕ пусан та пит çăмăлкка калаçат. N. Ывăлсем пирĕн çăмăлкка калаçатьчĕ.

çăмăр

(с’ŏмŏр, сы̆мы̆р), дождь. Юрк. N. Çанталăк конта та çăмăр питĕ çăват (пример анаколуфа). В. С. Разум. КЧП. Çăмăр килмессерен çиçĕм çиçет. Якейк. Çăмăр çӳпçерен тăкнă пак тăкать (продивной). Ib. Кон пак çăмăр çусассăн, вăл пĕр-ик конта тем те тăвĕ (много наделает изменений). Сред. Юм. Çăмăрăн лашине кӳлнĕ, кучăрĕ ларнă, туххăм тĕпĕртеттерсе çитет. (Означает, что дождь быстро приближается). Ib. Самăй ут çôлнă вăхтăрта (= вăхăтра) çăмăр килсе пôсрĕ. Ib. Йăска çăмăр, мелкий дождик. Ib. Çăмăр хĕвелĕ тесе çăмăр çăвас ôммĕн пит пĕçертекен хĕвеле калаççĕ. Орау. Ой-йой, хĕвел хытă пĕçерет, çăмăр хĕвел пулмалла! (Çăмăр хĕвел хыççăн кăшт та пулсан, çăмăр çăвать, хăш чухне хытă та çăвать, çавăнпа çăмăр хĕвел теççĕ). Зап. ВНО. Если капли дождя падают на пруд, и при этом образуются большие пузыри, то говорят: çăмăр лаша куçĕ пек çăвать, или: çăмăр куçлантарса çăвать. N. Çăмăра ленкиĕ. Лопад под дождь. ЧС. Çăвăлчăсем çинчен çилпе пăт-пат çăмăрсем (капли дождя) тăкăнаççĕ. N. Тата хăш-хăш чăвашсем çăмăр çумасан калаçсĕ: тьыха чӳклес, теççĕ, туррăн çăмăр хăпартма лаши ватăлнă, теççĕ. ЧС. Çăмăр çуса чарăнсан, когда перестал(-нет) дождь. Ib. Унччин те пулмарĕ, çăмăр тухрĕ (полил дождь). Орау. Пĕри çапсан, хай ачасем çăмăр пек сирпĕнеççĕ (бегут во множестве) малти чиккелле. Ib. Капла пĕр тумтирсĕр тухрăмăр та-ха эпĕр, çăмăр çăвин, мĕн тупăр (= тăвăпăр). Хăр. Паль,. З7. Çăмăр пуснă пирки кусен ирĕксĕрех ларма лекнĕ. Ib. 27. Çăмăр халех татăлса анас пек.

çăмăр учукĕ

çăмăр учӳк, назв. моления. Аттик. Вăл çăмăр учӳкне халăх пушă вăхăтра тăваççĕ. Хăш-хăш çул çӳр-тырри акса пĕтерсенех, çинçене кĕриччен, тăваççĕ, хăш-хăш çул çӳр-тырри акса пĕтерсен, çинçене кĕрсен тин тăваççĕ. М. Сунч. Пăтă пиçнĕ вăхăтра пур хĕр-ачасем, арçын-ачасем пăтă илме чашкăсем илсе пыраççĕ те, пĕр çĕре купаласа хăварса, хăйсем каччăсемпе выляма каяççĕ. Пĕр-пĕрне тыта-тыта шыва ывăтаççĕ. Хăшне-хăшне чашкăпа сапаççĕ, унта пĕри те йĕпенмесĕр юлмаст. Хăшне-хăшне çырмана сăхманĕпех сĕтĕрсе кĕреççĕ те, сăхманĕ йĕпенсе, арран шывран ишсе тухаççĕ. Пĕр çулне çапла сăхманпа шыва сĕтĕрсе кĕрсе чут-чут вĕлермен.

çăмăр чӳк

назв. моления. Хир-б. ЧС. Пирĕн ялсем кашни çулах, çăва кĕрсен, канлĕ (scr. кăлнă) вăхăтра çăмăр чӳк тăваççĕ. Н. Седяк. Çăмăр чӳкне çăмăр пулмасан тăваççĕ. Ялтан çу, сĕт, кĕрпе, çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. Ял вĕçне тухса пĕçерсе чӳклеççĕ хуранĕпе лартса, унтан вара валеçеççĕ пăттине. Çисе пĕтерсен, пурте кĕпи-йĕмĕсемпех шыва кĕреççĕ. Кĕменнисене шыва тытса пăрахаççĕ. Таврăннă чух урамри çынсене те шывпа: „çăмăр чӳк шывĕ“, тесе сапаççĕ. Пăттине пĕçерсе кĕл-туса пĕтерсен, кăвакарчăн вĕçтерсе яраççĕ, Кăвакарчăн хĕвел-тухăç енеле кайсан: тырă пулать, теççĕ. „Çак чӳке ака пĕтсен тăваççĕ. Срв. описание „çерçи чӳкĕ“. Етрух. Çăмăр пулман чухне çерçи чӳкĕ тунни. Çăмăр пулман çул, чăвашсем çерçи чӳкĕ тăваççĕ. Ялта пĕр виç ватă çын пулсан, усем ялти мĕн пур çамрăк ачасене пурне те пĕр çĕре пухăнма хушаççĕ, вăл ачасене пĕр ачана хушаç килрен кăçкăрса çӳреме. Вара вăл ача кăçкăрса çӳрет кантăкран; вот епле кăçкăрать: çăмăр çуман пирки ваттисем, уçăп пиччепе Ермулла пичче, ачасене пухăнма хушрĕç; усем: çерçи чӳк тутарас ачасене, теççĕ. Вара çапла кăçкăрсан çӳлленех ялта пĕр ача та юлмасть пухуна кайманни. Унта вара пухура ваттисем калаççĕ: ачасем, епле, каплах пулсан, пĕр çăмăрсăр пирĕн тырă-пулă пулмасть, çерçи чӳк тăвас пулать, ан ӳркенĕр-ха, çине тăрăр, ĕлĕк çерçи чӳк тусан çăмăр пулаканччĕ, тырă-пулă та аван пулатьчĕ, ачасем, епле пулсан та, ан ӳркенĕр!“ Вара ачасем кăçкăраççĕ: ваттисем хушнине мĕнма ӳркенес-ха, теççĕ, вăл çăмăр пулсассăн хамăра усă пулать, эпир вара хамăр та выçă вилместĕпĕр. Ну вара ваттисем калаççĕ: эппин, ӳркенмесен, акă çапла пуçтарăр: пĕр çиччĕн-саккăрăн çерçи чĕппи пуçтарма кайăр, килĕрен пуçтарăр, камăн лупас çумĕнче, çта кĕлет çунаттисенче пулать, усен сассисем паллă: чăрăк! чăрăк! туни. Акă усене пуçтарса пурте çырма хĕрне анăр, унта усене тасатса пăтă пĕçерес пулать, тет; ыттисене çăнăх, кĕрпе, çăв, тăвар килĕрен пуçтарма яраççĕ. Çав япаласене пурне те пуçтарса пырсан, вара калех пĕр чухăн çын латĕнче пашалу пĕçереççĕ, çине çу сĕреççĕ. Пăттине çырма хĕринче пĕçереççĕ; пĕçерсе çитерсен, пур хатĕр те çитсен, вара шыв хĕрне анса çав ватă çынсемех чӳклеççĕ. Малтанхи сăмах: вутăш, çырлах, вутăш, çырлах! теççĕ, картусне е шĕлепкине хул айне хĕстерет, ачасене пурне те шывалла пăхса пуççаптарать, вара унтан çиме пуçлаççĕ çерçи чĕппи пăттине; унта çерçи чĕппи те, алă та çитмен сакара(?) йĕри-тавра лараççĕ те, хуранĕ çинченех çиеççĕ. Çисе пĕтерсен кайран, çав ватă çынни калать: çырлах, вутăш, çырлах, вутăш! тет, унтан ачисем те çавăн пекех: вутăш, çырлах, вутăш, çырлах! тесе кăçкăраççĕ, вара çав ватти калать: ĕнтĕ, ачасем, шывпа выляр шыв варĕнче, вара çумăр лайăх пулать, тет. Унтан ват çын килне тавăрнать. Ачасем витресемпе шыв ăсса пĕр-пĕрне хăваласа çӳресе пуç тăрăх шыв яраççĕ. Ачисем килне тавăрăннă чухне аран утса тавăрнаççĕ, хăйсем лачкам, кĕписенчен шыв юхса тăрать, хăйсем çапах пĕр-пĕрне шывпа сапассине пăрахмаççĕ. Юлашкинчен ял хушшинчи тултарнă урам каткисенчен ăса-ăса сапаççĕ. Урам каткисенче кăçан та кăçан шыв пĕтет, вара тин чарăнаççĕ, унтан вара килĕсене кĕрсе типĕ кĕпе-йĕм тин тăхăнаççĕ.

çăмка

клубок. См. çăмха. Чураль-к. Пĕр пӳрт тавра хĕрлĕ çăмка утса çаврăнĕ. (Хăмăнтла). Ib. Пĕр çăмкан çич шăтăк. (Пуç).

Çăмкка

первоначально, повидимому. имя мужчины, впоследствии прозвище мужчины. Ст. Чек. Çăмкка Емелкки. || Теперь нарицательное имя для болвана. Ст. Чек. И, çăмкка! Ĕçе пăсрăн! Ib. Пĕр çăмкки ĕçлеме карĕ, тепĕри килте итлемес.

çăмха

(с’ŏмhа, сы̆мhа), клубок. Зап. ВНО. Пĕр çăмхара çичĕ шăтăк. (Пуç). Ст. Чек. Пĕр çăмханăн хĕрĕх шăтăк. (Пӳрнеске). Трхбл. Пӳрт тавра хĕрлĕ çăмха çавăрăнат. (Таракан). Шел. 26. Çăмха кусса кайнă пек, сирпĕнет ун умĕнчен (заяц). Тим. † Çынсенĕн йыснăш çăмха пек, хĕве чиксен кĕрес пек; пирĕн йысна упа пек, çынна курсан çыртас пек. || Мяч. Ачач 96. Çăмхана пуринчен аякка та пуринчен çӳле çапса ярать. || Переносно — маленький ребенок. Кама 60. Çĕнĕрен чирлесен, пĕтерен вара хăна та, çак çăмхана та (ачине кăтартса), мана та пит начар пулать.

çăнăх

(с’ŏмŏх, сы̆ны̆к), мука. Пир. Ял. Вĕсем ялсенче тырă илсе çăнăх тăваççĕ (мелют в муку). N. Çавăнтан вара пирĕн прихотри халăха вĕсем укçа парса, çăнăхсем (муки и пр.) парса пит нумай пулăшрĕç. Баран. 60. Ялсенчен выльăхсем хăваласа кайнă, çăнăхсем, ытти тĕрлĕ çимелли япаласем пухса çӳренĕ (они). Чт. по пчел. № 17. Вĕлле хурчĕ пĕр чечек çинчен тепĕр чечек çине вĕçсе çӳренĕ чух чечекĕн çăнăхĕ пеккине хăй çăмĕ çумне çыпăçтарса пĕр чечек çинчен тепри çине илсе каять. Микушк. Арман авăртакан çурçĕр çитес чух армана çăнăх катма (молоть) кĕнĕ, тет. Кан. Клемесĕр тарасапа çăнăхсем турттарнăшăн, милиционер тарасине илсе кайнă. || Порошок. Календ. 1906. Ешĕл-сенкер çăнăхĕ.

çăпала

(с’ŏбала, сы̆бала), ложка. В. Олг. Çăпала, ложка. (Слово „кашăк“ здесь неизвестно). Пшкрт. Каран вăл окмака ереччĕ (jӓрӓчэ̆), пиччĕшсем пасара амăшня пытарма çăпала (с’ы̆βала) ил, теччĕ, туар, коршшок ил, теччĕ, окçине парсереччĕ (= парса яраççĕ). || Половник, уполовник, разливная ложка. КС. Çăпала-яшка антармалли. Хурамал. Çăпала — яшка антаракан пысăк кашăк. Изамб. Т. Кăймак чустине тӳрех çатма çине çăпалапа яраççĕ. || Маленькнй деревянный ковшик. СПВВ. ЕХ. Çăпала — йывăçран тунă пĕчĕкçĕ курка. || Черпак для сгребания пчел. Порх. || Полица. См. суха çăпали. ХЛБ. Тепĕринпе (сохою) ун хыççăн (вслед за первою сохою) пĕр йĕрпех çăпаласăр аялти тăпрана сухаласа çиелле кăлармасăр çемçетсе анчах пырас пулать. || Часовой маятник.

çăпата

(сы̆бада, Пшкрт: сы̆βада), лапоть. КС. Порядок плетения лаптей. Çăпатана — 1) хуçаççĕ: самсине хуçаççĕ (устраивают), кĕллине хуçаççĕ; 2) тавăраççĕ; З) пуçланă пушăчсем пĕтсессĕн, вара çĕнĕрен пушăтсампа саплаççĕ. Çĕтĕк çăпатана та саплаççĕ. В. Олг. Çăпата хуçас, саплас, кĕллине таврас, тирес. Пшкрт. Çăпата сапла. Охотников. Лапти (çăпата) в девять лык много сложнее, чем обыкновенные, в семь лык. Это верх искусства своего рода, и редкие умеют их плести. Они изящнее обыкновенных, поэтому их носят большею частью парни-щеголи да девушки, и то только по праздникам. Чăвашсем 5. Ватăличчен, йӳтиччен пурăнмалла ту, çăпатине кутăн сыракан пуличчен усра. (Молитва о новорожденном). Якейк. † Пĕчĕк пуçлă çăпати, посас çĕре посимар. Шурăм-п. Хусах ача хăтана пырсассăн: вăл çăпата пĕлет-и? тесе ыйтнипе пĕрле: вăл шут (счет) пĕлет-и? теççĕ. Пазух. Çиччĕпеле хуçнă сар çăпата тăххăрпала тунинчен ирттерет. Кадыш. Эпĕ çăпата тăвакан çын анчах, çук çын, уйăрăлнă çын. Юрк. Тепĕр енчен, вĕреннийĕн усси те пулман, ахаль çăпата çĕтсе çӳренни (= çӳрени) анчах пулнă (только попусту драл, изнашивал лапти). ЧП. Вуниккĕн çăпата эп сыртăм. ТХКА 26. Ку çăпатана сĕтĕрсе çӳреме ура вăй çитмест ман. Ку çăпата ытла тарăн, кантрисем кĕске, тесе, виçĕ кун ман карчак ятлаçса çӳрерĕ манпа. Ib. Вăл çăпата тарăн, пысăкрах, кантри кĕскерех пулнăччĕ. Ib. 18. Сĕтел çине çăпата хунă, тавăрнă çăпата; пысăк çăпата; калăпне кăларман; пушăт вĕçĕсем тăраткаласах тăраççĕ, шĕшлĕ, кукăр авăрлă шĕшлĕ, çăлата кĕллине тирĕнсе тăрать. Çăпатине хуçса пĕтереймен: вăхăт пулман пуль çав. Орау. Ах, тур çырлах, хăнкăлисем çăпата пек (с лапоть). Ib. Ванюр Йăвань пĕвинче карассем çăпата пек (т. е. крупные). Ib. Паян эп пĕвере пĕр шапа куртăм — çăпата пек! Трхбл. Çăварĕ çăпата пек (большой). Ib. Çăпата çăвар, большеротый.

çăпаталла

назв. игры. Юрк., Николаев. Орау. Çăпаталла. Ку вăя вылянă чухне чăркуççи çӳлĕш шалçа çапса лартаççĕ. Çав шалçа тăррине çăпата кантри çыхса хураççĕ. Унтан шалçи çумне çăпатасем пуçтарса килсе хураççĕ. Пĕр ачана, шăпа ярса, çăпатасене хураллама тăратаççĕ. Ытти ачисем çăпатисене вăрласшăн çӳреççĕ. Хураллакан ача пĕр аллипе çăпата кантрине тытса çӳрет, тепринпе, мел килсен, çăпата вăрлакансене тытать. Çăпата вăрлакана тытсан, тытаканни вара хуралçăран тухать, хураллама вăрланă чух кам лекĕннĕ, çав юлать. Унтан ку çын та çăпатисене хытă хураллама тытăнать, вăрлакансене пит тытасшăн тăрăшать. Анчах лешсем часах пырса лекĕнмеççĕ, çăпатисене ялан леш сисмен чух анчах вăрлаççĕ. Çăпатисене вăрласа пĕтерсенех хуралаканнине ачисем хăйсен аллинчи çăпатисемпе пеме тытăнаççĕ, хуралаканни шалçа патĕнчен пăрахах тарать. Çăпатисене персе пĕтерсен, леш ачи вара пурне пуçтарса пырать. Хураллама калех çав юлать (остается опять тот же).

çăпата хуç

плести лапти (в начальной стадии). Собр. Çăпата хуçни, пĕр хут туса пăрахни (до колодки). КС. Çиччĕн каятăп та, вунтăваттăн килетĕп. (Çăпата хуçни).

çăр-çар

подр. отрывистому дребезжанню. СТИК. Çăр-çар çăм тапат. (Алăпа ĕçлесе тапакан çăм тапмалли çăр-çар тăват). || Подр. шуму и визгу. СТИК. Ачи-пăчи — йыт кишки! Пӳрте кĕме çук, çуй та туй тăваççĕ. Кăшкăрса чаран вĕсене — кăшт лăпланаççĕ. Унтан тата çавăнтах çăр-çар туса илеççĕ пĕр-пĕринпе.

çăрăн

меситься. О сохр. здор. Тăпра ăшĕнче темĕн-те-пĕр çĕрме пултарать: пур ӳсекен курăк-улăм, пĕтĕм пахча çимĕç, пур пăх-шăк, вилĕ çĕре çăрăнса кĕреççĕ те, унта исленсе выртса çĕреççĕ. Альш. Карташĕнче, кĕркунне-çуркунне питĕ çăрăнать.

çăртар

понуд. ф. от гл. çăр. Кан. Выльăхсене пĕр вырăнтах нумай çăртарма юрамасть.

çăра

(с’ŏра, сы̆ра), густой. Альш. Вăл пĕрле янă çăра сăра йӳçет вара хăймаланса. Ib. Амăшĕсем вĕсене пĕр çич-сакăр витре пек çăра сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. Бес. чув. 9. Керимулла хăнисене çăра чей ĕçтерме пит юратнă. || Частый; часто. Собр. Çыннăн шăлĕсем çăра пулсан — вăл телейлĕ, шăлĕсем сайра пулсан — телейсĕр, теççĕ. Альш. Çынсем тулă выраççĕ: тĕмсем çăра лараççĕ. Г. А. Отрыв. Алтаккин кукки каланă тăрăх, кукаçин ачасам ытла çăра пулса пыман (родились нечасто). || Убористо. N. Çăра çырать. Пишет убористо.

çара шыв

мутная вода. Ачач 62. Вăйлă çăмăр хыççăн капланса юхакан çăра шыв майлă. Нюш-к. Тĕлĕкре таса шывра ишсе çӳресен: çӳлти патшалăха кĕресси, теççĕ; çăра шыва кĕрсен, лайăх мар, теççĕ. (Поверье). || Помои. О сохр. здор. Кил-картине çăра-шыва е юлашки яшкана ăçта килчĕ унта тăкмалла мар. Ст. Чек. Çăра шыв — лахханри шыв, е тăрă шывах, кăштă çăнăх хушса выльăхсене ĕçтерме парсан. || Болтушка (пойло). N. Килте ăна (корове) çăра шывсем панă. Ст. Чек. Лахханти шыва сĕре ан яр, çăра шыва юрат вăл. Ib. Паян выльăхсем валли шыв ăшăтса пĕр-ик ывçă ут-валли çăнăхĕ ярса, çăра шыв туса патăм. Ib. Ку кĕрпе пăтти кĕрпе пăтти пек мар, çăра шыв пек. (Так гов., когда в кашицу положено мало крупы).

çăраççи

(с’ŏрасси, сы̆расси), ключ. Орау. Алăка тултан питĕрсе çăраççия каялла хаçат шăтăкĕнчен пăрахап. Пшкрт. Пĕтиç (-дис’) çăраççи; пысăк çăраççи. || Замок. Икково. Т. II. Загадки. Сӳс кĕлетĕн мунчала çăраççи. (Михĕ). Халапсем 23. Апла каласан, лешсем анпарайĕ çăраççийĕн уççине хăйсем çумне илеççĕ. Собр. † Хушрăç пире юрлама — юррăм юман сунтăхăн тĕпĕнче. Уçса илейĕттĕм-çăраççин уççи çук: уççи хура куçлисенĕн (у чернооких) аллинче. Ала З°. Кăсийинчен тупрĕ, тет, пĕр ывçă ушшĕ; тула тухрĕ, тет те, алăк çумăнче çăраççи тăнине курчĕ, тет те, ушшĕпеле уçса пăхрĕ, тет. Ст. Шаймурз. Çав вăхăтра ача хĕрарăм патшанне çăраççине чиксе илнĕ, унта венчет тумалли çĕрĕ пулнă, тет. || См. ака – пуç. || Назв. раст.

çăраççи уççăшă

ключ. Ала 14°. Çавă чул айĕнче пĕр пит пусăк сăраççи уççăшĕ выртать.

çăрхалă

с рубцом для гачника. СТИК. Йĕме кантралă тунă чухне кăна çăрхалă тăваççĕ, тӳммелĕ тăвас пулсан, ним çăрхи те кирлĕ мар. Çăрха вăл пĕр-пĕр тавар татăкне хĕррипе çавăрса çĕлесенех пулат. Çав çăрхаран вара кантăра тиреççĕ. Йĕме тӳммелĕ туни тата канлĕрех те, пирĕн арăмсем темшĕн туммелĕ тума юратмаççĕ, çăрхалă тусан, чĕркуççи çĕтĕлсен ăна çавăрса тăхăнма (задом на перед) юрат, теççĕ.

çăрха

(с’ŏрha, с’ы̆рha), иноходец. См. çăрка. N. † Аслă çулпа килет кăвак çăрха, çилки-хӳрине çыхлантарса. С. Алг. † Хура вăрман витĕр килет кăвак çăрха, çыхланчĕ-çке çилхи çилпеле. N. † Аллă карăк, пĕр çарăк; тăхăр тăрни, пĕр çăрхи. Байгл. † Аслă çулăн тусанне хура çăрха тустарать. С. Айб. † Икĕ турти тĕк тăрать, хура çăрхи çăрхалать. (Шыв юхни). Бижб. Пуянăн автанĕ те çăрха, теççĕ. (Послов.). Н. Седяк. † Хура пĕкĕ хура çăрха, халь уткăнма тăрать, эп ларсан. Ст. Чек. Çăрха лаша, лошадь, у которой при беге туловище держится все время на одной высоте. || Иноходь. СПВВ. † Уйăх çине пăхрăм — ут куртăм, утланса çӳретрĕм — çăрхи пур. Собр. Утлантăм-пăхрăм — çăрхи пур (у жеребенка), чуптартăм-улăхрăм ту çине. Орау. Лаши çăрхапа чупать, шыв пек пырать. || О других животных. Юрк. † Лаша суха сухалат, ĕне çăрха çăрхалат; эпир утвит панă чухне тухтăр пуçне пăркалат. || О людях. Юрк. † Эпир илес хĕрсенĕн тăхăр тĕрлĕ утти пур, çитмĕл тĕрлĕ çăрхи пур.

çăрхалат

понуд. ф. от гл. çăрхала. Н. Карч. † Хурама пĕр пĕкĕ, хура лаша, çăрхалатса пулмаç çулпала.

çăт-пат

(с’ŏбт-пат), изредка. Орау. Уравăшра халĕ çăт-пат вир-ялсем те пур, вырăссем те пур. || Реденький. Орау. Ха, çăт-пат юр çукалать, курнать: сăмса тăрне пĕр юр пĕрчи (снежинки) ӳкрĕ!

çăт-çат

подр. звуку при звучном ударе или хлопании. Çутт. 154. Кайран чăшлатса çăт-çат, çăт-çат тутарса шыва кăвар ӳкет. Сред. Юм. Çăт-çат, звук, слышимый при ударе по воде или по лицу. || Подр. неравномерному, но не сильному похлестыванию. Трень-к. Çăт-çат пĕчик чăпăрккапа е тата орăх пĕчик япалапа тепĕр япалана çапнине кăтартать. Конта каллах пĕр пек çапăнман пирки сас пĕр тохманнине кăтартать. Эльбарус. Ĕнесене çăт-çат! çапрăм та, питĕ хытă тарма пуçларăм. || Подр. ритмичному хлестанию (Веником в бане. Альш. Тахшин ачи мунчара çăт-çат, çăт-çат çапăнкалат. || Кое-кто. Çутт. 139. Яла çăт-çат ваттипе вĕтти анчах юлкалать.

çăт

(с’ŏт, сы̆т), глотать. О сохр. здор. Çын скарлатинапа чирлесессĕн, унăн пырĕ çăтма ями ыратакан пулать. Орау. Çăтса антар, проглотить. N. Çăтса ярас, проглотить. Алших. † Сарă улма тесе, хыпса çăтса ан ярăр. ТХКА. Сăмахранах каласан, пирĕн хура свешченĕк тĕнче мулне пĕтĕмпе пĕр çăвартан çăтăччĕ. Самар. Çын çинине çăтса ларан. (Что) ты куски считаешь? Тюрл. Çăтсо (с’ŏтсо) ларать. Видит, как другой ест, и сам испытывает желание есть. См. çăтăхла. N. Ăна çăтса ярас пек, шăлĕсене шатăртаттарса тăнă. || Затягиваться (дымом при курении). СТИК. Эп туртнă чухне тĕтĕме çăтмастăп. Когда я курю, я не затягиваюсь. || Принимать в себя, втягивать, затягивать. Утăм 9. Сивĕ пек пĕчĕкçĕ шывсене Атăл тата урăх та пит нумай çăтать. КС. Йӳçĕ çăтать. Трясина втягивает в себя. Ib. Лашана йӳçĕ çăтнă. Лошадь утонула в трясине. Панклеи. Çĕр çăтнă (провалившийся в землю) хола çĕр çине тоххĕр. Якейк. Çĕр çăтса кайман пуçна. Ib. Çĕр çăташшĕ (сильная ругань). Тюрл. Эй, çĕр çăташшĕ! Кама 49. Çĕр çăттăр вăт-тăк. || Хапнуть (чужое имущество). Изамб. Т. || Клевать (о рыбе). Пшкрт. Полă çăтат. || Уничтожать. Ст. Чек. Алла, ку сăмовар кăмăрăк нуммай çăтат.

çăтмах

рай. А. Турх., СПВВ. ТМ. Т.IV. Мункунта вилнĕ çынна çăтмаха кĕрет, теççĕ. Н. Шинкусы. Çăтмахра (тутлăхра) ырă вырăнта пулччăр, йывăр тăприсем çăмăл пулччăр, выртнă вырăнĕсем мамăк пулччăр! (Поминовенье предков в молитве ӳчӳк). СПВВ. ИФ. Пĕр-пĕр çамрăк е ватă çын вилсессĕн: пилĕ тутăр, çăтмахра пултăр, теççĕ. Лайăх вырăн. СПВВ. ЕС. Çăтмах — рай, савăнăçлă пурăнăç. Юрк. Мункунта вилнĕ çын çăтмаха, кĕрет пулат. Нюш-к. Вилнĕ çынна хывнă чухне юсмана тата-тата: çăтмахра пултăр, тесе, пăрахнă. Эпĕ пĕчикĕ чух ваттисене асăннă кун асатте, чашăк хĕррине йĕри-тавра çурта лартса, чашăка: çăтмахра пултăр, çăтмахра пултăр, тесе, икерчĕ тата-тата пăрахатьчĕ. Ваттисене асăннă кун тĕн айĕнчи пĕрене çине те тĕн айнех çуртасем лартаççĕ. СПВВ. Х. Çăтмахра пултăр (в раю. Ядр). Русак. Тумлантарсан, çурта çутса (..çинче çăкăр çумĕнче): пилле, тесе, хываççĕ. Пахил пул (усал ан ту, тени пулат). Çăтмахра пул (райра пул, тени пулат), йăвăр тăпра (и?) çăмăл пултăр. Вилнĕ çынне килтен хуп çинче пирсемпе çĕклесе каяççĕ. Изамб. Т. Çăтмахра выртăр! (Обращение к умершим на поминках). Ск. и пред. чув. 67. Çăтмах пекех туйăнать Силпи чăваш ялĕнче.

çĕве тăпăрчă хутаççи

мешок из редкой ткани для процеживания сыворотки. Капк. Çытăр пĕр çĕве тăпăрчă хутаççи тупрĕ те, 12 кукăльтен пĕрне илсе чикрĕ.

çĕкле

(с’ӧ̆к’л’э, с’э̆кл’э), поднимать. Янш.-Норв. Вăл (вутăш) çапла хăйне кашкăрсенчен кăшкăрса хăтарнăшăн çынна çĕклейми укçа парать, тет. Чăв. й. пур. 37°. Ăçтан пыннине хам та сисмерĕм, çитрĕç те, урапа çине çĕклерĕç-пăрахрĕç (меня). N. Пит нумай çĕклерĕн. Çĕнтерчĕ 47. Георгине çĕклесе тăратса лартать (поднимает и ставит на ноги). ТХКА 70. Эпĕ Петтяна çĕклесе тăратрăм. || Носить. В. Олг. N. † Кĕтӳре тимĕр кăвак çук, йĕвен çĕклесе каясси çук. Байгул. Тата хăш чухне йăмăка çĕклесе çӳреттеретчĕ (заставляла носить на руках). || Брать. Бижб. Çынна ытла сăмах каличчен, ытла чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). Собр. Çынна сивĕ сăмах калаччен, пĕр чĕлĕ çăкăр çĕкле. (Послов.). || Выдержать, сдержать. Кильд. † Çĕр çирĕм (вар. çĕр çитмĕл) пĕрене кастартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Сред. Юм. Кăçал ôлма пит пôлнă та (уродились в изобилии), ôлмăççисĕм çĕклесе те лараймаççĕ. || Поддерживать, помогать. N. Халĕ ăна ывăлĕсем пăртак çĕклесе пурăнаççĕ. N. Патшалăх пухăвĕ тĕрлĕ ĕçре пурăнакан халăхăн нушине çĕклеме (облегчить) тăрăшмастчĕ. ЧП. Хура-халăха çĕклес. N. Усал çын хăй хутне кĕрсе шанчăк илекенĕн камăлне çухатать, хăйне ырăлăх тунине вырăна хуман çын хăйне çĕклекене пăрахать. N. Вара эпир, ун пек çĕклесе тăракан çын тупсан, çынсенчен те хăрами пулатпăр. Альш. † Купăсçăçăм купăсçă, ман сассăма кам çĕклĕ? Ман сассăма эс çĕкле, сан сассăна эп çĕклĕп. || Служить подспорьем. О сохр. здор. Тĕрлĕрен кĕрпе, çĕрулми, ытти пахча çимĕçсем те çăкăра пит нумай çĕклеççĕ. || Поддерживать дух. N. Йăвăрлăх килсен, унăн чунне çĕр ĕçлени çĕклесе тăнă, çавăнпа унăн ӳчĕ-пĕвĕ час çемçелмен. Хора-к. Йывăр хуйăха ĕç çĕклет. (Послов.). Пазух. Ырă аттеçĕм, аннеçĕм. Сирĕн хуйхăра кам çĕклĕ? Турăпа пӳлĕх хăй çĕклĕ. Самар. † Аслă урам хушшисем тумхахлă, тумхахлă та пулин çĕр çĕклĕ; пирĕн пуçсем хуйхăлă, хуйхăлă та пулин турă çĕклĕ. Хĕн-хур. Ай, ăнсăр, хĕн-хур куракан çынна турă хăçан та пулин çĕклет. N. Хăйне хăй çĕклесе çӳрет. || Носить (званне). N. Ĕç мĕнлине тӳрех, уççăн калас пулать. Тӳрех каламан çын халăх шаннă çын ятне çĕклеме тивĕçлĕ мар. Ст. Ганьк. † Урçа ятне çĕкличчен (т. е. чем быть женою вдовца, = тӳсиччен), тулă пăтавкки çĕклейĕп. || N. Эпир халĕ тутăр-сурпан вĕçĕсем те çĕклеместпĕр. || Снимать грязь, очищать. || Принимать (на себя) Альш. † Кĕпе кирĕкне кĕл çĕклĕ, кĕл кирĕкне мĕн çĕклĕ? Кĕл кирĕкне шыв çĕклĕ. Ала 72°. † Ман çылăха кам çĕклĕ, кам çиекен çав çĕклĕ. (Хороводн. п.). || Принимать (в картах). Изамб. Т. Эсĕ миçе карт çĕклерĕн? (У КС. — тытрăн). || Поднять (урожай). N. Кĕр çитрĕ. Çĕр, юрлăхсене шеллесе, тырă çĕклесе пачĕ. || Уносить, украсть. Изамб. Т. Ку, Микуç, хăйсенчен пĕр кил урлинне сурăхне çĕклеме кайнă. || Расплачиваться, poenas luere. N. Алли тунине арки çĕклĕ, теççĕ. (Послов.).

çĕклем

(с’э̆клэм), охапка, беремя. БАБ. Пĕр çĕклем утă. СПВВ. Пĕр çеклем вутă, беремя дров. || Бремя. N. Эсĕ тăваннун (= тăванун) çĕклемне çĕклесшĕн мар, ăна пăрахатăн. N. Панкка тӳленĕшĕн хысна халăхран пухать. Çавăнпа пуян çĕклемĕ пĕтĕм халăх çине ӳкет. N. Кантăрла ĕçле, ĕçсĕр пурăнни вăл йывăр çĕклем (безделье — тяжелое бремя). || Коромысло (воды). П. Яндоуши. Шибач. Тăват çĕклем шу, восемь ведёр (четыре коромысла) воды. В. Олг. Пĕр çĕклем шу (два ведра). || Назв. Узора на сурпан’е и верхнем платке замужних женщин. Его делают при тканье; он бывает разных цветов. Чутеево.

çĕлен

(с’ӧ̆лэн’, с’ӧ̆лэн, с’э̆лэн’, Пшкрт: с’э̆лӓн, в некот. гов. с’лэн’, т. е. в один слог, но с губным с’), змея. К.-Кушки. Çĕлене çĕлĕн çимес. (Послов.). N. Вара çĕлен хурчкана, çиленсе, хӳрипе çапса çунтарса янă, тит. Хурчăка вара тĕк-çӳçсĕрех таврăннă та, таврăнсан вара сĕт çине кĕрсе ларса, унăн тĕкĕ-çӳçĕ çитĕннĕ. Ск. и пред. чув. 21. Çиленсессĕн, çĕлен пек, куçĕпе çиçĕм çиçтерет. Туй. Унăн виçĕ витре кĕрекен сăмаварĕ пур, вуник пуçлă çĕлен пек чашкăрса ларать. Нюш-к. Çĕлене каснă çавапа ӳте кассан, çĕлен чĕлхеçне вĕртмесен, суран тӳрлене пĕлмест. N. Çĕлен йывăççа (йывăç тавра) явăннă (обвилась). N. Çĕленпе калтан чĕлхи пĕр, теççĕ. (Послов.). Бур. Ăшша çĕлен те иленет. (Послов.). Кан. Уйра çӳренĕ чух, е вăрмана хăваласа кĕрсен, выльăхсене çĕлен сăхать. Орау. Паян ĕнене кĕтӳре çĕлен ĕмнĕ. N. Çавăншăн вĕсем çине çĕлен янă (напустил змей). Кан. Çĕлен пек çĕмĕрт тĕслĕ, çула кисретекен ăйăрсем. Ст. Чек. Тĕлĕкре сивĕ шыв ĕçнĕ пек этем ăшне çĕлен кĕрет. Ib. Çамрăк хура лашана (кастарнă выльăх) чуптарса тарлатса килсен, унăн шăкне çавăн чухне шăнине ĕçсен, çĕлене чыстă вакласа кăларат, тет. КС. Çĕлен пек = вăрăм, яка (лаша). Сред. Юм. Çĕлен пик тесе пит самăр, яка лашана калаççĕ. СТИК. Мăнтăр тьыхасене: çĕлен пек, теççĕ. (Так же называют злого человека: вăт пулат та иккен çĕлен). Ib. Пирĕн пĕр питĕ хаяр çын пур. Çавă, ваттисем каланипе, çĕлен чĕлхине çăтнă, тет. N. Качакан(а) çĕлен ĕмнĕ (мало молока). Юрк. † Çĕрте çĕлен шăват-çке, кăлкан тĕпĕ çунат-çке. Ib. † Эпир савнисене ют савсан, çĕлен пулса вырттăр çумĕсенче. Ib. † Ан кулян, тăван, хĕлĕхшĕн (что оборвалась струна), санăн купăс хĕлĕхĕ ылттăн мар. Ай-хаях, ылттăн мар, кĕмĕл мар, вăта таран татнă çĕлен мар. N. † Хирте çĕлен шăхăрать, пĕтĕм хире ян ярать. || Змея, охраняющая скот (старое поверье). Шорк. Выльăх картинче пĕр çĕлен пулать, тет; çав çĕлен картари выльăхсене сыхласа пурăнать, тет. || Пиявка. Торп-к. Çĕлен, пиявка. М. б. описка, вм. сĕлек, сĕлĕк?

çĕлен-çип

суровая нитка, скрученная вдвое. Сред. Юм. Çĕлен-çипе, ахаль арланă çипрен ик хутăн пĕтĕрсе тăваççĕ, ôнпа кĕпесĕм, йĕмсĕм çĕлеççĕ. Хурамал. Çĕлен-çип = çĕлекен çип. N. † Шур çĕлен-çип камсул пилĕке хĕсет. Бугур. † Çакă тăвансенчен уйăрлнă чух чунăм çĕлен-çип пек татăлать. С. Тим. † Пире пĕр курайман тăшмансем, çĕлен-çип пек чунĕ татăлтăр. ЧП. Çĕлен-çипрен камсул эп çыхрăм. Микушк. † Çултенех те вĕçен тăрнасем, çĕлен-çипрен çинçе майĕсем.

çĕлĕк

(с’э̆л’э̆к, с’э̆л’э̆к’), шапка. В др. гов. ĕçлĕк, калпак. П. Пинер. † Пĕлтсем юхат, пĕлĕтсем юхат, пирĕн пуçри çавра çĕлĕк пек. С. Айб. Старик мана: кайса ил çĕлĕке, тет. Эпĕ: çĕлĕкӳ пулсан, кайса ил, тетĕп. Собр. Ваттисен сăмахне çĕлĕке пуç айне хурса итлеме каланă, теççĕ. (Послов.). Юрк. Пуçне ĕлĕк чухне тил çĕлĕк тăхăнтарнă, халĕ ĕнтĕ тил çĕлĕк вырăнне тӳнтерле çĕлĕк тăхăнтараççĕ. Ib. Тимĕрçен чăвашĕ чиркӳре, кĕлĕ вăхăтĕнче, çĕлĕкпе тăра парат. Тепри, унпа юнашар тăраканни, ку çапла чиркӳре çĕлĕкпе тăнине курсан: Василий Иванович, эсĕ мĕншĕн чиркӳре çĕлĕк тăханса тăратăн? тесе ыйтат. ЧС. Ăста кирлĕ унта çĕлĕк пек (с шапку) вутла хĕмсем пыра-пыра ӳкеççĕ (во время пожара). N. Пуç çурăлсан — çĕлĕкре, ал хуçăлсан — алсара. (Послов.) Ст. Чек. Вăл пĕр çĕлĕк пек кăна исе килчĕ. N. Как только чӳкне кĕл тăваканни: çырлах, тесе, çĕлĕкне хурса пуççапсан, пĕтĕм çын ӳксе пуççапать. Букв. Пĕр çĕлĕкĕн хĕрĕх саплăк. (Мунча чулĕ). Чертаг. Çĕлĕк, островерхая старинная шапка, уже вышедшая из моды (нынешние шапки зовутся калпак). || Венчальный венец. Максимк. || Хохол. Изамб. Т. || Шишак. Шел. 24. Пуçри чухăн (чугунную) çĕлĕкне васканипе Пӳлере хире, манса хăварчĕ.

çĕмĕр

(с’ӧ̆мӧ̆р, с’э̆мэ̆р), разбить. Кан. Кайса çапса çĕмĕр çав çынăн (= çыннăн) чӳрече-кантăксене (у др. чӳречисене). Изамб. Т. Акă çăмартине çĕмĕр (т. е. скушай яичко; гов. угощающий). N. Шăлсăр карчăк шăмă кышлать. (Тылă, кантăр çĕмĕрекенни). Синерь. Кашкăр сиккер-сиккĕр, тет, ниепле те кăлараймасăр, хӳринех çĕмĕрсе, каялла пăхмасăр тарчĕ, тет. || Разрушать, ломать, раззорять. Перев. Ула-курак йăвисене çĕмĕрме карăмăр. || Обкрадывать, Синьял. Çаксен пĕр пахча пур, тет, çаксен пахчине çĕрле çĕмĕрсе каять (кто-то приходит ночью и абкрадывает), тет. Чист. Качакасем купăстасене çĕмĕрсе пĕтернĕ (потравили). N. Çар витĕр çĕмĕрсе, çав слон патне чупса пынă. || Громить, грабить. Б. Олг. Вот вара çĕмĕрме поçларĕç вăлсане, пит çĕмĕрчĕç он чохне вăлсане, пит пусăк соран (убыток) полчĕ çынсане. М. Сунч. Çак мур пирĕн таврари ялсенче пит çĕмĕрсе çӳретчĕ. Орау. Хурт çĕмĕрнĕшĕн пит пысăк çылăх пулать, тит; вăл çылăх çынна вĕлерннпе пĕрех, тит. || Указывает на силу движения. Баран. 56. Çитес çуркунне çĕнĕрен килĕр, чипертерех çĕмĕрсе çӳрĕр! тенĕ (Т. Бульба). Эльбарус. Ал-арманьпех çĕмĕрсе çитнĕ во. Хурамал. Çапла калаçнă вăхăтра упа çĕмĕрсе кĕнĕ (вломился к ним). Цив. Лаши пĕтĕм халăх ăшĕнчен çĕмерсе патша хĕрĕ умне сиксе ӳкрĕ, тет. Çутт. 81. Çуни çине ларать те, сарт айнелле çĕмĕрет (летит под гору). Юрк. Пилĕкĕсене тытса çĕмĕрсе (во всю) ташла пуçлаççĕ. Эльбарус. Тата ĕнисем ман хыçран таптама хăтланса, мĕкĕрсе, вăрмана янтратса, çĕмĕрсе пыраççĕ. Баран. 174. Халăх çĕмĕрсе кăшкăрнă (очень громко). Ib. 54. Вара Тарас поляксем витĕрех тухма шухăш тытнă. Витĕр çĕмĕрсе тухса пынă. || Промыть. Кан. Пĕвене иртнĕ çуркунне шыв çĕмĕрсе кайнăччĕ. || Изувечить. Чăв. й. пур. 19. Ялти çынсене те пурне те хĕнеспе, çĕмĕреспе хăратса пурăннă (держал в страхе). || Пороть, бить. Турх. Ача-пчана ăна çĕмĕр, тетчĕç. || Разорвать. N. Пĕр кашкăр сиксе тухрĕ, тет те, лашине (его) çĕмĕрсе тăкрĕ, тет. || Поднимать гам, горланить. Альш. † Савни анать шывалла, сассипелен çĕмĕрсе. Ск. и пред. чув. 81. Çĕнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать, пĕтĕм яла çĕмĕрсе, çăвар карса антăхать (горланит на всю деревню). КС. Çĕмĕрсех калаçать (громко или грозно). Юрк. Автан каçхĕне пит çĕмĕрсе авăтсан, çумăр пулат. ТХКА 103. Сĕм вăрмана упа-кашкăр, сасси çĕмĕрет. || Грохотать (о пушках). Полтава. Сăртсем тăрăх тупăсем хыт янтраса çĕмреççĕ („по холмам грохочут пушки“). || Бушевать. N. Пĕр маях çил тăвăл çĕмĕрсе тачĕ. || Употр. в чувашизмах. Сред. Юм. Паян ĕçлесе çĕмĕртĕм (сегодня много работал). Ib. Эс авăн çапса çĕмĕрен ĕнтĕ, тепле тырри çитĕ сана çапма! (Гов., с иронией, человеку, который не может хорошо молотить). N. Тем чул пуçа çĕмĕрсен те (ломать голову), аса илимарăм (илеймарăм). N. Ăша çĕмĕр, огорчать. Ачач. Тем шутсăр пысăк ĕç çинчен хытă шухăшласа пуçне хытă çĕмĕрсе утакан)... Йӳç. такăнт. 52. Çĕмĕрме тапратрĕ. || Ругать, пробирать. ТХКА 85. Выльăха курайман çынна эпĕ хытă çĕмĕреп.

çĕмĕрĕл

разбиться. N. Эпĕ пӳртрен тухса кайнă чухне сĕтел çине чӳлмек лартса хăвартăм, килсе кĕнĕ чухне чӳлмек çĕмĕрĕлсе выртат. ТММ. Чул çине ӳкет — çĕмĕрĕлмест, шыв çине ӳкет — çĕмĕрĕлет. (Хут). Альш. † Приюм алăк — кленче алăк, хытă ан тап — çĕмĕрĕлет. Çĕмĕрĕлмекай, çунса кайтăр, ман çамрăкпуç çухалат! N. Приюм алăк — кĕленче алăк, уçса хупсан çĕмĕрĕлет, çĕмĕрĕлмекей (так встречается дважды), çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. || Ломаться. Орау. Тепĕр, мăнтăртарах çын ларсан кĕç çĕмĕрлсе анас пек çуна пурччĕ (или: çĕмĕрĕлмелле çуна пурччĕ). Ib. Çуни кĕç-вĕç çĕмĕрлес пек пырать. Сани того и гляди развалятся. || О ломоте. Т. IV. Шăм-шак çĕмĕрĕлсен, йĕпе пуласса, теççĕ. Так и у КС. Чума. Пуринчен ытла пилĕк таврашĕ çĕмĕрлес пек ыратать (страшно ломит поясницу). || Изувечиться. N. Вилекен сахал полчĕ, çĕмĕрлекен номай полчĕ. || Шуметь, галдеть и т. п. ППТ. Малтан халĕ, пĕр пилĕк-ултă киле çитеччен, тата пуçа каяччен (пока не опьянеет), пит çĕмĕрĕлмеççĕ. Тип-Сир. Тапраттĕр, тет, çĕмĕрлме хăйĕн пӳлĕмĕнче: юрлат, ташлат, тет. Альш. Ташлаççĕ, çĕмĕрлеççĕ. Мокры. Вăйсам (какие-то зимние игры) пуçлаççĕ те, çĕр хута килрен киле ташласа çĕмĕрлсе çӳреççĕ. ППТ. Йытăсем çĕмĕрĕлсе (ожесточенно) вĕреççĕ. Хурамал. Унта камăн ют ялта хурăнташ пур, çавсене пур килĕрен хăна чĕнеççĕ те, ялĕпе çĕмĕрĕлсе юрласа ĕçкĕ тăваççĕ. ЧС. Ял хушши вара çĕмĕрĕлсе анчах тăрат (от шума и гама). Ала 80°. Çĕмĕрлсе, савăнса анчах лараççĕ, тет (на пиру). Шурăм-п. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе (шумно) тухрĕç. Ск. и пред. чув. 66. Путăксемпе, варсемпе çĕмĕрĕлсе шыв кĕрлет (бурлит). Полтава 97. Соборсенче, пур çĕрте „анафема“ çĕмĕрлет („гремит“). Бюрг. † Пĕчĕкçĕ çырма пуçĕнче упаленет упанăн çурисем; пĕрин пĕр чӳлмек сăри пулсан, çĕмĕрĕлет тăванăн тăванĕсем. N. Ял хушшинче питĕ çĕмĕрлеççĕ. N. Кунта тĕнче çĕмĕрлет. || Биться. Абаш. † Ик кăвак ут витере, çĕмĕрлеççĕ тохасшăн. Баран. 79. Çĕмĕрĕлсе, шавласа чул çырана пырса çапăнать (волна). || Кочевряжиться („скандалить“). Кан. Пĕртте тӳлесшĕн марччĕ вĕсем кăна, тем пек çĕмĕрĕлчĕç. Беседа. Килне тавăрăнсан çĕмĕрĕлме, вăрçма, шуйăхма тытăнать. || Ругаться, разговаривать громко. Ашшĕ-амăшпе. Кĕркури çĕмĕрĕле пуçланă çапла калаçса. Никама та сăмах чĕнме те паман. Сред. Юм. Çĕмĕрлеç анчах. Ругаются, разговаривают громко. Ib. Çĕмĕрлет паян кунĕпе хăй, çынна сăмахлама та памас. N. Хамăр ялти Петăр мĕн çĕмĕрĕлсе выртатĕ? N. Хĕрсемпе лайăх çĕмĕрлетне? || О сильном росте. Юрк. Хура вăрман хыçĕнче çĕмĕрт пиçет çĕмĕрĕлсе (= вăйлă). АПП. † Çĕмĕрт-йывăççи çĕмрелет, пирĕн çĕмрĕлесси çитрĕ пуль.|| Грохотать (стрелять). N. Артиллери çĕмĕрлет пирĕн урлă. || В перен. знач. Шибач. Халĕ вăл пит хытă çĕмĕрĕлсе (разбит жизнью). N. Хуйхăпа çĕмĕрлнĕскер.

çĕмĕрттер

понуд. ф. от гл. çĕмĕр. Истор. Киеве (= Кейăва) тавăрăнсанах, вăл ĕлĕк хăй пуççапса пурăннă кĕлеткесене çĕмĕрттерсе тăктарнă. В. Олг. Чăмай-ха, тет, эп сере арçури кӳрсе çĕмĕрттерем. || О сильном и быстром движении (езде, работе). N. Эпĕ ӳксе юлтăм, ыттисем çĕмĕрттерсе иртсе кайрĕç. БАБ. Çав çичĕ çул пулнă выçлăхăн юлашки çулĕнче пирĕн енне хай сепирсем çĕмĕрттерсе те çитрĕçĕ, тет. N. Патша çарĕпе пит хытă çĕмĕрттерсе пынине курсан… Кан. Çĕмĕрттерсе кăна пырса кĕрет учреждение ĕçлеме. Çутт. 144. Çавăнтах çил шăхăрса, çĕмĕрттерсе çитрĕ. Орау. Хапхине кариклаттарса уçса ячĕ те лашипе çĕмĕрттерсе анчах кĕрсе карĕ (въехал шибко). Альш. Çапла çĕмĕрттерсе çӳреççĕ вăл хăнасем. Хурамал. Нумай выртать-и, сахал выртать-и, çурçĕр вăхăтĕнче шăнкăрав сасси çĕмĕрттерсе килсе хĕр тăракан çурт патне килсе чарăнчĕ, тет. N. Виçĕ ывăлĕ вăрăçра çунса çӳреççĕ, епле туй туса çĕмĕрттерсе намăс мар уна (т. е. ей)? N. Пырсан-пырсан, çакна хирĕç (ему навстречу) туй çĕмĕрттерсе пырать, тет, Изамб. Т. Эй, эпир çĕмĕрттерни пек никам та çĕмĕрттермен пуль (пировали на свадьбе). Пир. Ял. Халь вăл (çу савăчĕ) çĕмĕрттерсех ĕçлет (работает во всю). Буин. Мĕн çĕмĕрттеретĕр? Что поделываете? Ст. Чек. Мĕн çĕмĕрттерсе çӳретĕр? Что вы тут поделываете? || О кипучей, деятельной, веселой жизни. Янтик. Ну, ача! мĕн çĕмĕрттерсе пурăнан-ха хăш чухне? (т. е. что подковываешь). N. Эсĕ мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăн? Мана пĕр виçĕ сăмах çырса яр. Тăв. 2З. Ну мĕн çĕмĕрттерсе пурăнатăр? Авай-и-ха, Саньук? Трхбл. Вĕсем пурăнăçа çĕмĕрттереççĕ кăна. Они живут припеваючи. Ск. и пред. чув. 4. Пурăнăçа çав карчăк çĕмĕрттеретчĕ анчах: пурччĕ унăн качака, икĕ сурăх, пĕр кушак, чалăш пӳрчĕ тăрринче тăманасем усратьчĕ, тăманасем патĕнчех тимĕр тылă ларатьчĕ. || Выругаться громко. || Proficisci, отправляться. Кан. Эсĕр хăвăр ăçталла çĕмĕрттеретĕр тата.

çĕмĕрт

(с’ӧ̆мӧ̆рт’, с’э̆мэ̆рт), черемуха. Ст. Чек. Вомбу-к. Çĕмĕрт (вар-виттинчен типĕтнине чей пек ĕçеççĕ). Ск. и пред. чув. 52. Авкаланать çĕмĕрт пек (пляшущий парень). ТХКА. Çĕмĕрт хулăпа кĕсрене çапа-çапа сиккипе чуптарать. || Ягоды черемухи. Кĕвĕсем. Икĕ хура лашана эп ӳстертĕм, хура йывăç çĕмĕртне пăхтарса. Шемшер. † Атте кайнă çĕмĕрте (за черемухой). Утăм. Лăпкă, уяр кун карăм эпĕ çĕмĕрте. КС. Шырарăмăр, шырарăмăр, пĕр çĕмĕрт те тупаймарăмăр. Питушк. Хура çĕмĕрт пек ăсла (сусло) юхса тухрĕ (очень хорошее, во время варки), Чеб. Пăхатăп: хура сысна пĕрнесене (кузовья) тек йăвалантарса çӳрет, çĕмĕртсене пĕтĕмпех тăкса пĕтернĕ. Кан. Çĕлен пек çĕмĕрт тĕслĕ, çула кисретекен ăйăрсем. Пазух. Тусан, тăвăр тусра (= тусăра) лайăххине, çĕмĕртрен те хура куçлине. Ст. Чек. Унта пĕр хап-хура, хура çĕмĕрт пек, кушака курать (увидала) Сред. Юм. Çĕмĕрт пик хора (очень черный). Сĕт-к. † Хорăн тăрри хора лаши, çĕмĕрт тăрри çӳрен лаши; тăрсамăр, хĕрсемсем, Тăрнай хăта килет, тет, виçĕ йоплĕ чĕн пуши кастарать те çонтарать. ЧП. Çĕмĕрт тĕмми (куст) тĕл пултăм, татрăм-хыпрăм пĕр пĕрчине.

çĕмĕртлĕх

черёмушник, место, обильное черемухой. Шибач. † Атти сачĕ çĕмĕртлĕх. Юрк. † Аслă улăхра çĕмĕртлĕх, тăрринчен çĕмĕрт татар-и, тĕпĕнчен кăшăл авар-и? Ала 103°. † Вăрман варĕнче çĕмĕртлĕх; эп çĕмĕртшĕн (ради ягод черемухи) çол туман, эп кăшăлшăн (ради обручей) çол турăм. || Назв. сел. Магн. М. Çĕмĕртлĕх çĕмĕрт çинă, пĕр хуллине хуçнă, котне сыснă.

çĕнĕлĕх

новизна. Собр. Çĕнĕлĕхе çичĕ кун, хăналăха тăхар кун, теççĕ. (Послов.). || В новинку. П. Федотов. Пĕр çын çĕнĕлĕхе арăмпе кайри хурăнташа (к родственникам жены) хăнана кайнă, тет.

çĕнĕ-çын

молодушка, молодица. N. Унтри çĕнĕ çын илнĕ. Собр. Çĕнĕ-çын илсессĕн, чăх вилсен, аван, теççĕ. Юрк. Пĕр эрнене яхăн пурăнсан, хай Ваçук арăмĕ, çĕнĕ-çын, кăшт пăртак чирлет. || Новорожденный. СРОВ. 6. Степан çуртĕнче çĕнĕ-çын хутшăннă, ăна Константин ятлă хунă.

çĕнĕ çул

çĕнĕ çол, новый год. N. Çĕнĕ çулсем иртсен, эпĕ те çанталла пыратăп. ФТТ. Çĕнĕ çул каç тăвар çисе выртас пулать. Вара тĕлĕкре арăм пулас хĕр пĕр курка шу исе пырса ĕçтерет. Ib. Çĕрле çĕнĕ çул каç чĕпсем картине кайса чĕпĕсене тытмалла. Хĕр атана тытсан, упăшки салтак пулать, атан мар пулсан, салтак пулмасть. Ib. Çĕнĕ çул каç анкартине кайса алăпа тытмасăр пĕр çăвар тулли çапнă ыраш улăмĕ хыпас пулать. Унтан улăмне çăвартан кăлармасăр хыпнипех киле исе пырас пулать. Унта илсе пынă улăм пучаххинче минче пĕрчĕк тыррине шутлас пулать. Миçе пĕрчĕк тырă, хыпакан çын çавăн чухлĕ пурăнать. Ib. Çĕн çул каç кашта çинче ларакан чăхăсене тытаççĕ те, вĕсене тырă, кĕл, кăмрăк, шу, хăмла параççĕ. Çав панă япаласенчен чăхă хăшне сăхать, çынтан упăшка пуласси, е арăм пуласси хĕр те çавнашкал пулать: тырă сăхсан, пуян пулать, кĕл — начар, шу — эреке ĕçекен, хăмла — кутăн. Ib. Çĕн çул каçне çĕрле пуян патне пырса чӳрече патне тăрса пӳртре укçа шутланă сасса итлес пулать. Укçа чăнкăртатнă сасă илтсен, итлекенĕ каялла каймасть, пуярах парать. Ib. Çĕн çул каç пĕчченех тула тухса итлесе тăрас пулать. Пуртă сасси илтĕнсен, çав çын тепĕр çулччен вилет. Ib. Çĕн çул каç çĕрле пĕчченех ампар кĕтессине кайса тăрас пулать. Ампарта кăштăрт! тенĕ сасă илтĕнсен, итлекен çын пуять. кăтăрт! тенĕ çасă илтĕнсен — начарланать. Ib. Çĕн çул каç куç пăхмалли илес пулать, алла çурта тытас пулать, унтан виçĕ хут сăхсăхас пулать, вара санăн вилнĕ тăванусем курăнаççĕ. Ib. Çĕн çул каçне чашкăшне шу ямалла, хĕрне кашни ху пĕлекен, ху юратакан хĕр ячĕпе пĕрер хут татăкĕ çыпăçтармалла; унтан шушне (= шыв ăшне) пĕр çавăрнакан япала яраççĕ. Япала хăш тĕлле чарăнать, çавăраканне, çав тĕлте мĕн ячĕ çырнă, çавă юратать, е качча ăна илмелле пулать. Ib. Çĕн çул каç çĕрле таса юр çине выртаççĕ: тепĕр ирхине пырса пăхаççĕ. Выртнă вырăнта йăтă тĕкĕ пулсан, выртакан çын тепĕр çĕн çулччен вилет. Ib. Хĕрсем çĕн çул каçне тимĕр татăкĕпе: çăла питĕретĕп, тесе, çăл тара (= тавра) çавăрăнмалла. Упăшки пуласси вĕсене тĕлĕкре çăл уçтарма пырать. Ib. Çĕн çул каçне сурăхсем картине кайса пĕр сурăх мăйне курăспала çыхмалла. Ирхине ăна кайса пăхмалла. Сурăхĕ шух, е начар, е выйлă, е ватă, е çамрăк пулсан, упăшка е арăм пуласси те çав сурăх пекех пулать. Ib. Çĕн çул каçне, çурçĕр тĕлĕнче, сăн пăхмаллипе çутнă çурта илес пулать. Çири хĕреçе хывса пăрахас пулать. Çуртана сăн пăхмалли умĕнче тытас пулать, унтан: эй, мана упăшкам пуласси, тух! тесе, чĕнес пулать. Чĕнсен, упăшка пуласси мал пуçĕ, унтан мăйĕ, ал, кăкăрĕ курăнать. Пилĕк таран курăнсан, çуртана сӳнтерес пулать. Çӳнтермесен лешĕ: эсĕ мана ма чĕнен, тесе, хĕре çĕçĕпе чикет. Ib. Кирек мĕлле ремеслăна вĕренес тесен, çĕн çул каç çурçĕр тĕлĕнче вилнĕ çын турпасĕ çине кайса ремеслăна вĕренмехленсе ларас пулать, каялла çавăрăнса пăхма юрамасть. Кайра шуйтансем, ашшĕ-амăшĕ тăванĕ, йăмăкĕ пулса, пире хĕрхенсе каялла çавăрăнса пăх: пире вăр-хурахсем вĕлереççĕ, пулăш пушалăстă пире, тесе, йăлăнаççĕ. Каялла çавăрăнса пăхсан, шуйтансем ăна çавăнтах вĕлереççĕ. Çавăрăнса пăхмасан, ăна турă ангĕлĕ курăнса вĕренес тенĕ ремеслăна пит аван вĕрентет; унтан киле ярать. Çавнашкал çын пек вара лайăх хăй ремеслине пĕлекен никам та çук. Ib. Çĕн çул каç çур пус укçа тупма пулать. Вăл çур пуса тыр ăшне хурсан, тырă нихçан та пĕтмест, укçа хутаççине хурсан, укçа нихçан та пĕтмест. Вăл çур пуса тупас тесен, çĕн çул каç евангелие исе, хунар çутса, уя çул юпне кайса ларас пулать, евангелие вулас пулать, каялла çавăрăнса пăхас пулмасть. Кайра шуйтансем тем пек кăшкăраççĕ, çуяççĕ, йăлăнаççĕ, хăратаççĕ, тет. Анчах каялла çавăрăнса пăхас пулмасть, пĕрмай евангелие вулас пулать. Атан атсан, шуйтансем тарса пĕтеççĕ, вара евангелие вулакан патне пĕлĕт çинчен ангĕл анать те, калать: мĕн кирлĕ сана, мĕскĕн? тет, çыннăн калас пулать: эпĕ питĕ начар пурăнатăп, эпĕ турра, вăл мана пулăштăрччĕ тесе, йăлăнатăп, тес пулать. Çавăн чухне вара ангĕл çынна çур пус укçа парать, тет. Ст. Чек. Çĕн çул кун малтан килнĕ çынна минтер çине лартмасан, чăхă пусмас. N. Çĕн çулсам иртиччен тăрас пулатьчĕ сирĕн. Изамб. Т. Çĕн çул çĕрĕ (канун) арçын-ачасемпе хĕр-ачасем çĕрĕпе чупса çӳреççĕ. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кун чи малтан килекен çынна минтер çине лартмасан, чăхă лармаст, тет. Ib. Çĕнĕ çул кун килнĕ çын ăнмасан, выльăх пымаст, тет. Юрк. Çĕнĕ çул кунĕ, на (в) новый год. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çул каçхине, накануне нового года.

çĕн çол пашалу

лепешки, которые пекутся в новый год. Сред. Юм. Çĕн çол ыран тенĕ чохне çынсайран пĕрер пашалу пĕçереççĕ, çыварнă чохне çав пашалува пуç айне хорса выртса лайăх тĕлĕк тĕлленсен, çитес çола лайăх ирттерет. Ib. Çĕн çол пашалуне хĕрсĕм пĕр-пĕрне хуçа-хуçа парса çиеççĕ, йолашкине пуç айне хорса выртаççĕ. Мĕнле тĕлĕк корнă, тепĕр çолччин çавăн пик порнать, тет.

çĕнĕ хăна

обычай молодых — ездить впервые в гости с золовкой к родителям молодой. Альш. Унтан ывăлĕпе кинне кĕсем çĕнĕ хăнана яраççĕ, тет. Ib. Çĕнĕ хăнана-мĕне кайса киличчен. Ib. Çав кунах каçпа е тепĕр кунне ирхине çĕнĕ кĕрӳшĕ, качча кайнă хĕрĕ, тата хĕрсемми хĕр ашшĕ-амăшĕ патне çĕнĕ хăнана каяççĕ. Вĕсем унта çĕр выртаççĕ. Вĕсем унта хĕрĕн ăратнисем патĕнче хăнана çӳреççĕ, хăнана кайнă чухне кĕсем виçĕ хăпарту кӳчченеç илсе каяççĕ — лерен пиллĕк-çиччĕ парса яраççĕ. Тата, кĕрӳ киле кĕнĕ йĕркепе тесе, пĕр сурăх парса яраççĕ.

çĕнĕ хăта

абычай, по которому родители молодой приезжают с визитом к родителям жениха и к его родне. Юрк. Пĕр авкаран вара икĕ енчи хурăнташĕсем те чĕнсе çĕнĕ хăта силлеççĕ. Изамб. Т. Хĕр енчисем, хĕр леçсе таврăннă чухне, усемпе пĕрле кĕрӳ енчисем çĕнĕ хăтана чĕнме пыраççĕ. Çĕнĕ хăта ахаль ĕçкĕ пекех пулат, анчах ăратннсем пур те кӳртеççĕ. Альш. Унтан вара тата çĕнĕ хăта пулат. Çĕнĕ хăта кӳртес, теççĕ. Çĕнĕ хăта илес, теççĕ. Вăл пĕр-пĕр ĕçкĕ-çикĕ тăвакан праçникре пулат. СТИК. Туй туса пĕтернĕ хыçĕнченех хĕр енчен ратнесем пухăнса хĕрне панă çынсем ратнисем патне хăнана çӳреççĕ, çавна çĕнĕ хăта теççĕ. КС. Кĕçĕр хĕре исе кайсассăн, ыран хĕр амăшсем (родные) каяççĕ çĕнĕ хăтана (кĕрӳшĕ патне), çавна калаççĕ: çĕнĕ хăтана кӳртнĕ, теççĕ. Кама 51. Акă сана хĕр, акă сана туй! (Еттӳçа кутĕнчен тапать). Акă сана çĕнĕ хăта! Сред. Юм. Хĕр качча кайсан виç-тват уйăхран хĕр ашшĕ ратнисĕм хĕрĕсĕм патне хăнана каяççĕ, çавна вара: çĕн-хăтана кайнă, теççĕ.

çĕнĕк

то же, что çенĕк, сени. Кильд. N. Как çавăнта сиксессĕнех, пĕр тирпейлĕ çĕнĕке анса тăнă.

çĕнче

то же, что çинче. Бгтр. Пĕр кăвакарчăнĕ çĕнче (на одном голубе) шăна чопса çӳренине корчĕ, тет.

çĕрĕк çăпаталла

назв. игры. Н. Седяк. Çĕрĕк çăпаталла. Урамра выртакан çĕрĕк çăпатасене пухаççĕ пĕр çĕре. Çапаççĕ шалçа, шалçаран кантра çыхаççĕ пĕр-ик-виç аршăн тăршшĕ, çăпатасене шалçа патне купалаççĕ. Вăйă пуçланнă чух шăпа тытса çăпатасене хуралла хураççĕ. Ытти ачасем ун çăпатисене вăрлаççĕ. Вăрланă чух хуралçи тапса лектерсен, лекекенни хураллать. Пĕр çынна та лектереймесен, çăпатисене вăрласа пĕтерсен, хуралçине çăпатасемпе перкелеççĕ. Шалçа патĕнчен тарса, калле çаврăнса килет попой (побои) çие-çие. Унтан çăпатасене пухаççĕ. Татах хуралçи: калачи продаем! тесе, çаврăнса çӳрет çăпатисем тавра. Унччен те пулмасть, çăпатисене пĕр енчен тапа пуçлăççĕ. Вăрлакансене лектерсен — хăтăлать, лектереймесен, çавах хураллать.

çĕртме çи

(т.е. çийĕ), пора, время паровой пашни. N. Çĕртме çи пулчĕ. Случилась паровая пора? Якейк. Çĕртме çи тесе çĕртме тунă эрнея калаççĕ. Ib. Эпĕр çĕртме çинче утсам пăхнă чох пĕр каç та çăвăрмастăмăрч.

çĕртме çĕр

земля под пар. Якейк. Эп шматкон пĕр ана çĕртме çĕр илтĕм. Я в субботу снял в аренду, для одного посева, землю из-под ярового.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), земля. Юрк. Тетене салтака хырсассăн (когда забрили в солдаты), эпĕ çĕрпе таппа-тан юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Актай. Каçар пĕвĕм, чĕрĕ çĕр аннем (мать земли), пирĕн чуна кайма инçе, çĕклеме йывăр. Юрк. Çĕр витĕр тухнă этемсем, выльăх(сем?). Сред. Юм. Пĕрмай çăмăр çăвах тăрсан, çĕр хăпарать (почва разрыхляется), теççĕ. N. Çĕр сăхать. N. Çак çĕр çинче хам ятлă ята ямастăп (не дам себя в обиду. Шишкин. † Орай шăлма тăнă та, çĕртен сӳле(л)ле ӳкрĕ те вилчĕ (жена моя. Шутка). Ала 14. Унăн тураттисем çĕртенех (до земли) пулнă тет. Ib. 62. † Пирĕн тăванăн çурт хулăм, çĕрне тая лара-çке. (Свад. п.). N. Çĕр айĕнчен тухакан вырăнта (хуралра) тăратпăр (в туннеле). N. Унта каяччен, çĕр айне кайсан луччĕ пулĕччĕ ман шукăшпа. Орау. Çавăншăн халăх ылханса: Макар ывăлĕсем çĕрех пулччăр! тесе, ылханнă, тет. Сунт. Пăрахсах кайрăм-ши сана, мĕн пĕчĕкрен сан çинче суха-пуçпе чакаланса ӳснĕ хура çĕрĕм? Орау. Çынни сăмахĕпе çĕр айнех антарса ярать (т. е. от его слов готов провалиться сквозь землю). ЧП. Çĕрĕсем çурăлчĕç, йăп тухрĕ. Истор. Вилнĕ çынсене пуçтарса, кĕл-туса çĕре чикнĕ. О сохр. здор. Çĕре чавса тунă пӳрт (землянка; далее о том же: „çĕре авăтса тунă пӳрт“). N. Ун (урхамахăн) пуçĕ пĕлĕте тивмест, ури çĕре тивмест. К.-Кушки. Йывăç мĕлки çĕр çине (на землю) ӳкнĕ. Ib. Сысна çĕр çинче выртат. Ib. Çĕр çине лар (на землю). Ib. Çĕре лар (на пол). Расск. 1З. Хуйхăра-хуйхăрах ачам патне çĕр айне кĕрсе выртăп ĕнтĕ! тесе, пĕрмай йĕнĕ вăл. Янтик. Çынна ылханнă чухне çапла калаççĕ: ешлĕ çĕре хураттăр, тикĕс çĕре тĕметтĕр (пусть образует холмик; пожелание смерти). КС. Амаль пулсан (если бы была возможность), çантах çĕре анса кайăттăм (провалился бы сквозь землю. Гов. сильно застыдившийся или опозоренный) Собр. Чи малтан, юр кайса пĕтсессĕн, çĕре е алăпа, е патакпа çапсан, турă çиленет, теççĕ. (Поверье). АПП. † Эпĕр макратпăр, кӳл тăватпăр, тăшманĕсем кĕпе çăваççĕ; кĕписем шурă кĕпе мĕн, çав кĕпепе çĕре кĕтĕр-и? Чăв. й. пур. 2З°. Çынна кӳрентерни çĕре ӳкмест. (Изречение). N. Ашшĕ-амăшне, ырă тăванĕсене хисеплеменшĕн çĕр çăттăр! (Гов. мать о дурном сыне и его жене). Янтик. † Çĕр çĕклейми пӳртсен çивиттине симĕс-кăвак-палан виттертĕм. Ib. Çĕр çôмĕнчен шуса çӳрет. (Пĕчик лôтра çынна калаççĕ). Тогач. Карчăка çавăнтах çĕр çăтса антарса ячĕ (проглотила земля), тит. Йӳç. такăнт. 40. Ах, турă, Кĕркури, çĕр çăттăрах çана! Орау. Çĕр çăтнă, турран кĕлешшĕ (брань). N. И, çĕр çăтасскер! Магн. М. 190. Çичĕ çĕр ними. Ib. Çĕр çăтни. Хурамал. Çĕр çăтманă пуçна! (Брань; заметьте конечное „ă“). Изамб. Т. Çĕр çăтманă (брань). N. Приккашчĕкĕ мишер, питĕ йĕрĕскер хăй, çынсем сисеймен вăхăтсенче, сехетĕн стрелкине кăшт анчах тĕртет, çур сехет сут тăвассине „çĕр çăтат“ те.. Н. Карм. Çĕр кулли пулман, или: çĕр кулли пултăр! (Ругань). Ib. Çĕр çăттăр! || Земля как вещество, почва. N. Çĕр каллех типсе карĕ. N. Çĕре каллех типĕтсе ячĕ (стало совсем сухо). N. Çĕр айне пусар? Ачач 8З. Пуçĕпе шăмарса анчах тăрать ав, урипе çĕр чавса сирпĕтет. Ib. Тôрра асăнса çĕр çыртре (божился). N. Ĕненместĕп, çĕр çыртам! (Также: чирĕк хĕресне пăхап!). СТИК. Çапăп та, çĕр çырттарăп! (Говорит, угрожая сильным ударом). Çапăп та, çĕр çыртăн! (То же самое). Календ. 1906. Тинĕс шывĕ пĕрмай çĕре çиет (размывает). N. Ман ура айĕнчи çĕр кăтăлса кайрĕ те (обрушилась), эпĕ шыва кая патăм (упал). || Земля как планета, tellus. СТИК. Çĕр тăватă кĕтеслĕ, таçта инçе кайсан, вăл çыран пек анса каят, тет. Çĕрĕн хĕррине халиччен никам та çитсе курман, тет; унта сĕм-тĕттĕм, хăрушă çыран таçта çити çĕрĕн тĕпне анса каят, тет. Çĕре темиçе пуçлă çĕлен тĕревлесе тытса тăрат, тет. Сред. Юм. Çĕр вăкăр çинче тăрат (теççĕ. Поверье). Т. VI, З. Çĕре ӳксе пăсăлнă йĕркене кĕл-тулалли. Н. Изамб. † Ĕнтĕ çĕр çаврăнат, çĕр çаврăнать, ман пуçăмри çаврака çĕлĕк пек. (Песня нов. происх.?). Сред. Юм. Ах тôр, ôн чĕлхине тӳсесси! Пĕр вăрçма пуçласан, çĕр çинче каламанни хăвармас пôль. N. Çĕр çинче каламан юмах хăвармарĕ (всячески изругала). || Суша. N. Валала çĕр çинелле утнă (пошла на берег, на сушу, будучи изрыгнута рыбою). Б. Яныши. Вăл (лисица) çинче шăтак тупрĕ, тет те, пулăсене пĕрерĕн-пĕрерĕн çĕрелле пăрахма тапратрĕ, тет. || Участок земли, владение. Т. VI. Ют çĕртен çĕр илсен, телей каять те, тырă пулмас, теççĕ. Бгтр. Пĕр татăк çĕр. N. Орина çĕр валеççĕр. Ытла усал çĕрех кĕмен. N. Саншĕн çĕр панче хам исе çӳрерĕм (при дележе?). Истор. Вăл та, ашшĕ пекех, хăй çĕрне ӳстересшĕн тăрăшнă. Ск. и пред. чув. 50. Кам вăрман çĕрне парать таптама ахалех сире, çĕрĕк çăпата? N. Аçу пурана çĕр валеçмесăр сутасшăн мар: çĕр ахалех каят, тет. Изамб. Т. Анчах усен вырăнне тутарсем çĕрне анчах хăварнă (нимĕн те хăварман). Кан. Хресченсен çĕр те питĕ сахал пулнă, çавăнпа начар пурăнăçпа пурăннă. ТХКА 67. Пилĕк ялăн çĕр пĕрле пулнă пирĕн ĕлĕк. Альш. Çĕлен Ивана калат: çап мана малтан, тет. Иван калат: ху çĕрĕнте малтан ху çап, тет. || Местность. Бгтр. † Шупашкар çĕрне каяс тесе, крымски çĕлĕк илсе тăхăнтăм. Çĕрпӳ çĕрне каяс тесе, сарă кĕрĕк çĕлетсе тăхăнтăм. Юрк. † Патшанăн аслă кӳлĕ (озеро) тăвăр пулĕ, пире çырнă çĕрсем тăвăр пулмĕ. || Место. Пухтел. Кунта ĕнтĕ савăт-сапа çума та, шывсем тыткалама та çĕр çук. Чаду-к. Кусем: майри пĕр çĕреле, кайрĕ, тет, а ывăлĕсем тепĕр çĕреле саланса пĕтрĕç, тет. N. Унта сана ик çĕрелле ĕçлеме май пулать-и, çук-и? N. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, пĕр çĕре пуласси инçе мар. Яргуньк. Икĕш (оба) ик çĕрелле вăрман çĕмĕрсе анчах тарчĕç, тет. Эпир çур. çĕршыв 2З. Анчах халĕ, улахсене пит нумай çĕрте çĕтсе, анасем тунă. N. Эпĕр (я с ним) пĕр çĕртерехрех (почти в одном месте) пурăнатпăр, хошши 25 чалăш анчах. N. Пирĕн ĕнтĕ çитмен çĕрĕмĕр юлмарĕ (мы везде побывали). Çутт. 153. Тикĕчĕ, хăвах пĕлен, урапа сĕрнĕ çĕре каять (уходит на подмазывание телеги). Никит. † Сырăнас çĕре сырăнимарăм (не пришлось повязать сорбан), кайнă çĕре кайимарăм. Сунар. Вăл хăйĕн вутти патне (к дровам) çитнĕ çĕре сĕм-тĕттĕм пулнă. Когда он подьехал к своим дровам, то уже было совсем темно. Кан. Виçĕ ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Эпир килекен çĕрте. N. Пурин валли те яшка пĕр çĕре пĕçереççĕ. N. Вăл вĕсене нумайччен вăрман тăрăх çавăрса çӳренĕ, вара кайран ĕмĕрне çын пырса кĕмен çĕре илсе пынă. Орау. Кĕпе чӳхеме кайнă çĕртен таçта çухалнă, тет. Пошла полоскать белье и куда-то пропала. N. Киле тавăрăннă чухне вĕсем хирпе тӳрем çĕртен (по ровному месту) иртсе пынă. Альш. † Тапнă çĕртен (где топнете) тар тухтăр, сикнĕ çĕртен сим тухтăр, вылянă çĕртен вăй тухтăр. (Хĕр йĕрри). Ib. Сурăх шăммисене епле те пулсан çын пыман çĕререх (где реже ходит народ) кайса тăкма тăрăш. (Ача ячĕ хуни). БАБ. Хай кунăн çак тукатмăша пытарнă çĕререхрен (близко к могиле) иртсе каймала, тет. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Почти везде стоит вода. Урож. год. Нумай çĕре çитиччен, кунта лашине кӳртсе (= кӳртрĕмĕр); лаши кунĕ, хăй çӳрен. БАБ. Ку, тесе калат, тет, хăй: çиллентернĕ çĕр пурччĕ, эпĕ ăна хам вилмен пулсан та, туш (тоже) пĕтернĕ пулăттăм. Альш. † Уйрăм-уйрăм çуралса, пĕрле ӳссе, уйăрлмăттăм тенĕ çĕрсем пур. Кĕвĕсем. Хурăн-варта хура та чĕкеçсем пур. Ĕнтĕ çак тăвансемех, ай, килсессĕн, ĕмĕр манмăп тенĕ те çĕрсем пур. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем пур (боюсь как-бы не обидеть?). Регули 186. Выртнă çĕрте волатăп. Ib. 188. Эп чĕннĕ çĕре килчĕ. Ib. 190. Вăл ĕçленĕ çĕртен килчĕ. Ib. 191. Соха тунă çĕртен (соха туса) килтĕм. Ib. 192. Кăнчала арланă çĕрле выртат. Ib. 195. Вăл пол тытнă çĕртен килчĕ. Ib. 252. Эп эс пĕлмен çĕре кайрăм. Я пошел в незнакомое для тебя место. Ib. 253. Пĕлмен çĕрте илтĕм. Я купил в неизвестном для меня месте. Ib. 294. Вăл пире пол çок çĕре (вырăна) исе кайрĕ. Ib. Ку томтир ĕçленĕ çĕрте лайăх. Ib. 57. Пол тытмалли çĕрте (там, где ловят рыбу) кимĕ тăрать. Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути йăлтăртатнине курах каять. Ib. Пĕр çулхине чут-чут сысна вилсе каяс çĕртен çĕпре шыв ĕçтертĕмĕр те, чĕрĕлнĕччĕ. ЧС. Анне те хуйхăрнă çĕртен кулса ячĕ. И мама, хотя и была печальна, улыбнулась. N. Кам хăйне, хăй нимĕн те мар çĕртенех (не имея никакого основания), такам вырăнне хурать, вăл хăйне хăй улталать. ЧП. Пĕр юрламан çĕртен юрлатăп-çке. Я не пела, а теперь пою. Регули 274. Парас мар çĕртен патăм. Я не хотел давать, но дал. ЧС. Çав лашана эпĕ пит юрататтăм, мĕшĕн тесен вăл мана пур çĕртен те (во всех отношениях) аванччĕ. Чăв. й. пур. Вăсем çиленнĕ çынна та, хăй умĕнче пит аван, унпала йăпăлтатса калаçаççĕ. Нимĕнпе те çитес çук вăсен кăмăлне, хăй çук çĕрте вара (в его отсутствии) çавăн пек çынна çултен илсе çĕре чикеççĕ (всячески поносят) çĕре. N. Çитнĕ çĕрте пĕр, везде, куда нипопадешь. || В качестве послелогов. Регули 189. Вăл киле килнĕ çĕре апат пĕçерес. К его приходу (домой) надо сварить обед (пищу). Ib. 185. Çăвăрнă çĕрте поплет. Говорит во сне. Ib. 168. Вăл сăмах попленĕ çĕре вăл килчĕ. Ib. 668. Вăл хĕвĕл аннă çĕрелле кайрĕ. Он пошёл по направлению к западу Кан. Вĕсем сăмах панă çĕрте эпĕ те пултăм. Кан. Пилĕк тенки тумланнă çĕре каять (идет на одежду). Тăхăр тенки тăраннă çĕре каять (идет на питание). Якейк. Çăрккаç Мишка эпĕр апат çинă çĕре (когда мы обедали) пыч те, атисам куçĕнчех эп ĕнер олахра ачасампа вылляни (баловала, шалила) çинчен каласа пачĕ. Çантах çĕре анса кайăтăмч, анмала полсан. Юрк. Пĕре çапла, ку чей ĕçме ларсан, кăшт хай хуçи ун патне, чей ĕçме ларнă çĕре, пырса кĕрет. N. Каç пулса килнĕ çĕререх (к вечеру) пăртак чартăмăр (кровь). N. Килне таврăнсан, татах хываççĕ, унтан ĕçсе çиеççĕ. Вĕсем киле таврăннă çĕре (ко времени их возвращения) каç пулат. Вара çавăлтенех тепĕр çĕр пуçланса каят. N. Сӳресе пĕтернĕ çĕре каç пула пуçларĕ. К концу бороньбы стало вечереть. || Употребл. в чувашизмах. О сохр. здор. Вĕсем (пчела) мĕнле ĕçленине курсан, юратас мар çĕртен юратмалла вăсене (невольно полюбишь). Ачач 11. Икĕ çулхи хĕр ачине ыталаса, çывăрас килмен çĕртенех çывăрнă пек выртать. Бур. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм çак тăвансем кăмăлĕшĕн. N. Урмак-маки ӳкем тенĕ çĕртен тепĕр йывăçран ярса тытрĕ, теть (чуть не упал, но..). Сунт. Ĕç çук çĕртенех ĕç туса çӳреççĕ. ГТТ. Лешĕ вилес çĕртен вырăс çемйине кĕнĕ. Изамб. Т. Ывăлĕ пилĕк-ултă çавăрăннă çĕре старик акса пĕтерчĕ. Б. Яныши. Унта çитсе, вурăн хатĕрлесе, апат çинĕ çĕре тĕттĕм пулчĕ. N. Çак уйăх пĕтнĕ çĕре (к концу этого месяца), вăл тавăрнмĕ-ши? N. Кĕлĕрен тухнă çĕре (к концу службы) аран-аран пырса çитрĕмĕр. Регули 122. Вăл килес çĕре еп килте полăп. К его приходу я буду дома. Бес. чув. 6. Киле таварăннă çĕре (к его возвращению) унăн ашшĕ вилсе кайнă. || Тема, theme. ГТТ. Çырмаллисем пайтах çĕрсем пур та. || Результат, конец. N. Тата эпир хамăр ĕçе çĕрне çитерейместĕпĕр. Четыре пути. Пуринчен ытла ĕçре вăя шеллес пулмасть, пурне те çĕрне çитерес пулать.

çĕр укçи

деньги за землю. || Деньги, которые бросают в могилу перед тем, как спустить туда покойника. Н. Седяк. Çын ӳтне шăтăка хураччен, пĕр-икĕ пус: çĕр укçи, тесе, пăрахаççĕ.

çĕрĕн

инструментальный пад. от çĕр (Ред.; употребл. в некоторых выраж. Собр. Пĕр паттăрăн ик алли тăват çĕрĕн çапăçмасть, теççĕ. (Послов.). Яжутк. † Манпа варли виçĕ инкеч (= инкеччĕ), виç инке те виç çĕрĕн, эпĕ анчах пĕр çĕрĕн. (Солд. п.). Хора-к. † Йăванăн пĕре (т. е. пĕр арăм) анчах; пирĕн арăм вониккĕ, воник çĕрĕн олахра, яшă ача хошшинче, пăшă-пăшă сăмахра. (Свад. п.).

çĕрĕн-çӳлĕн

по земле и по небу. Лашм. † Хура ĕне пăлан пек те, хӳри вĕçĕ çĕлен пек те, çĕрĕн-çӳлĕн шăва-çке те, пĕр мăйраки пĕлт чавать те, пĕр мăйраки çĕр чавать.

çĕр-йыш

, çĕр-йышĕ, властитель земли, назв. духа. N. Çĕр-йыш (йышĕ) çĕр айĕнче пурăнать, тетчĕç. Вилнĕ çынна пытарма шăтăк авăтсан, виле шăтăка яраччен малтан çĕр-йышне икĕ пус укçа паратчĕç. Хурамал. Çуркунне, малтан вăрлăх кăларнă чух, çĕр-йышне тесе, пĕр çăмарта касă айне хураççĕ (под первую борозду клали яйцо). Т. VI, 18. Тата çĕр-йышне: санăн çĕрĕ çинче пирĕн çуртăмăр-йĕрĕмĕр, тыррăмăр-пуллăмăр, çук чухне кĕттертĕмĕр, пур чухне паратпăр, çырлах çĕр-йышĕ! тесе чӳклеççĕ. Ib. 22. Хăпарту варринче пĕçернĕ çăмартине, çĕр йышне тесе, пĕр-пĕр ана çине кайса пытараççĕ. (Ака пăтти. Н. Карм. Çĕр-йышĕ = çĕр çĕклекен турă. Альш. Çĕр-йышне хур. Микушк. Çӳлте турă — çут çанталăк унăн. Çĕрте çĕр-йыш — çĕршыв унăн. Çĕрте патша — хура халăх унăн. (Стар. верование). См. Paas. 133, Магн. М. 29, 28.

çĕрле

встреч. в след. обороте. Орау. Паян вăкăр пĕр çĕрле чĕкĕрет (гов. о том, кто хочет сразу все сделать, зараз, сразу).

пĕр çĕрлĕ

совместно, в единстве. С. Тим. Çичĕ çырма йӳппи шыв юхать, хăçан юхĕ-ши пĕр çĕрлĕ. Болезни. Пуçăнти пур шухăшусене пĕр çĕрлĕ пухса, чунĕпе лăпланса, ăшă кăмăлпа..

çĕр мулча

, çĕр мунча, земляная баня. N. † Чăнкăр-чанкăр симĕс витри, çĕр мулчаран тухнăскер; ай, акиçĕм, хĕрĕçĕм, улах пӳртĕнчен тухнăскер. (Ĕçкĕ йори). СТИК. Çĕр мунча — çыран аяккине чавса тунă мунча. Ун пек мунчан тăрри çĕрпе тан пулат, пĕр трупи кăна тăратса тăрат. Туй. † Ах, йыснаçăм, йыснаçăм! Ашшĕ килнĕ тупмасăр, çĕр мунчара çер каçнă!

çĕр памалла

назв игры. Çĕнĕ-Кипек. Çĕр памалла вылянă чухне пурте, кам выляс тет, арçын-хĕрарăмĕпех выляççĕ. Вăйи тапраначчен вылякансем пурте ĕретĕн ларса тухаççĕ. Вĕсенчен пĕри хуралĕçĕ пулать, тепĕри-çĕр параканĕ. Унтан вара çĕр параканĕ ывăçне пĕр пĕчик патак татăк илет те: çĕр парап, тесе, лараканĕсен аллисене хай чăмăртанă аллине тыттарса тухать. Çав вăхăтрах вăл хăй аллинчи патакне пĕрне тыттарса хăварать. Çĕр параканĕ çĕр панă чухне, хуралçи пит хытă пăхса тăрать те, çĕр парса пĕтерсен, çĕр камрине калать. Çĕр камрине пĕлсен, вара хуралçи халăх хушшине кĕрсе ларать те, первей çĕр паракан хуралĕç юлать. Çĕр камрине хуралçи пĕлимасан, каяллах хуралçа юлать, çĕр параканĕ кĕрсе ларать. Хăшăнче тупăннă, çав вара çĕр паракан пулать.

çĕр пӳрт

землянка. Шибач. Хорăнсам лараççĕ çĕр-пӳрт хĕрринче. Истор. Ту аяккине пĕр пĕчĕкçеççĕ çĕр-пӳрт алтнă.

çĕр çурăкĕ

расселина в земле. Альш. Унтан, кайсан-кайсан, пĕр çĕрçурăкĕ тĕл пулат, тет. Тайба-Т. Пӳрт çумĕнче тăват кашкăр, тăваттăш те кăвак кашкăр. (Çĕр çурăкĕ).

çĕр çăтаă çырма

назв. глубокой котловины с крутыми берегами, из которых сочится вода. Тоганаши. Онта (около Тоганаш) виçĕ кил полнă; вăлсам пĕр-пĕринпеле рогня полнă, хĕр парса хĕр илнĕ пĕр-пĕринпеле. Туй вăхăтĕнче вăлсене çĕр çăтнă (провалились сквозь землю). Çав вырăнта каран нумайччен атан сассисам (пение петухов) илтĕннĕ. Вĕре-çĕлен тохать, теççĕ.

çĕрти

находящийся на земле или на месте. N. Пĕр вырăнти чăваш чĕлхи тепĕр çĕртинчен урăхларах.

çĕр-ту

возвышенность, холм? Б. Хирлепы. Çĕр-ту çинчи çĕр-çырли. Пазух. Çĕр-ту çинче, ăй, çĕр-çырли, татрăм çирĕм пĕр çырла.

çĕр тăпри

почва. О сохр. здор. Вăл чир (лихорадка) ни çынтан, ни выльăх-чĕрлĕхрен ермест, пĕр çĕр тăпринчен анчах ерет. N. Унтан турă çĕр тăпри илнĕ те, çав çĕр тăпринчен этем кĕлетки тунă, тет.

çĕр хапхи

земляные ворота. Альш. Унтах тата пĕр çулĕ, ялта пĕр-ик-виç хут умлă-хыçлă вут тухнă хыççăн, чăвашсем: çĕнĕ вут кăларас, тенĕ. Кивĕ çурта (на старое место деревни) кайса „çĕр хапхи“ тунă. Икĕ енчен çĕре алтса пырса, варрине тимесĕр хăварнă. Ăна хапха пек тунă та, пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхĕ, этемми çавăнтан витĕр тухнă. Çынсем, выльă-чĕрлĕхсем тухнă чухне, çĕр хапха çинче пăшал персе тăнă. || Назв. урочища. Чув. Кулатка. Çĕр хапхи. Анкарти хыçĕнче пĕр тарăн варта пĕр лупашкана темĕшĕн „çĕр хапхи“ теççĕ. Ун витĕр турă сурăхсене, ĕнесене, лашасене хăваласа кăларнă, тет; вăл вырăна çынсем хисеплеççĕ.

çĕр

(с’ӧ̆р) назв. духа. Шарбаш. Тепĕр пăластăк ларсассăн, çĕр çинчен калаçа пуçларĕç. Çĕр ятлă усал йывăç ăшĕнче пурăнать, тет. Вăл çĕрле çынсене вăпăр пуснă пек пусать. Малтан вăл пĕчиккĕ, кайран пысăкланать (хăмпу пек). Виссар мучи ун çинчен çапла каларĕ: пĕре эпĕ Чураша кайнăччĕ. Манамар тĕлне çитрĕм. Тĕттĕм. Пĕр сысна пекскер ман хыççăн пырать. Ай-ай, пысăкланнă çемĕн пысăкланать. Капан пек пулчĕ. Эпĕ уна хăвалатăп. Вăл хытăрах. Çулран пăрăнтăм та, тин хăтăлтăм: вăл иртсе кайрĕ. Курти пичче те каларĕ: Эпĕ пĕре Муркаша кайса, Муркаш вăрманĕнчен тухрăм та, тĕлĕнсех кайрăм: вăрман хĕринче арман. Кам лартнă-ха ку армана? тетĕп. Манăн арман капан пулчĕ-тăчĕ.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), ночь. (Во мн. гов. слова: çĕр „земля“, çĕр „сто“, çĕр „ночь“, произн. одинаково — с’э̆р, в других, сохраняющих старую огласовку, в см. земля произн. с’э̆р, а в остальных зн. — с’ӧ̆р. Повидимому, есть говоры, где, во всех значениях, произносится или с’ӧ̆р, или с’э̆р). ЧП. Кĕркуннехи çĕрсем — тĕттĕм çĕр. Шурăм-п. Раштав каç çĕр пит уяр тăчĕ. Ой.-к. Хай карчăксем çывăрса пĕтсен, ик салтака Иван калать: мана хĕрхенетĕр пулсан, çак çĕрте ан çывăрăр, тет. ТХКА 101. Çĕр чылай пулчĕ, çывăрас пуль. Ачач 56. Лайăх-çке çавăн пек çĕр тулта çӳреме! Изванк. Çапла вара вăсем виçĕ çĕр чӳклерĕç. Сятра. Кайăк çуначĕпе сулса ярнă та, пĕр тĕкĕпех пур тĕнчене витсе лартнă. (Çĕр. Местный говор здесь совсем переделан). Айдар. Хура сурăх пĕтĕмпех çунать. (çĕр). ЧП. Хура лаша панă пулсан, хура çĕрпе тухăттăм. Изамб. Т. Вылясан-вылясан, чылай çĕр иртсен, эпир пурте салантăмăр. Ib. Çав кĕркунне пĕр çĕр эпĕ кĕтĕве пĕр лашана кăна ятăм. Сред. Юм. Лашасĕне çĕр тăмалăх патăм. Я дал лошадям корму на (одну) вочь. Пазух. Çӳлте тĕвик кăшкăрат, çĕр итлесе тăрать пуль. Орау. Тăрăшать çĕр çывăрмасăр. N. Кĕçĕрхи çĕре, в эту ночь. Бур. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăх пулмин, çăлтăрсем пур. Пазух. Кĕçĕр çĕрсем ма çутă, уйăх çути çутăран. N. Çурçĕр çитнĕ çĕре тин сурăхсене яла хăваласа çавăрнаттăм. Яла тавăрнсан, мана çапла çĕре юлнăшăн хĕнетчĕç. Ст. Шаймурз. Ĕнтĕ: тĕттĕм, тесе, кĕтмесĕр ан тăр, эпир тĕттĕм çĕрĕн хăнисем (мы гости темной ночи). Ала 22°. Халĕ ĕнтĕ мана çакă çĕрĕ чултан чиркӳ тума хушать, тенĕ, тет. || Канун. Альш. Вăл ӳчӳке Хăят кĕлли çĕре тунă (15 июня). Янш.-Норв. † Чăпар куккук авăтать-çке, Петрав çĕрĕ чарнать-çке. Шурăм-п. Кăçал, тур шыра кĕрес çĕр, çăлтăрсем тĕтрере тăчĕç: ясмăк-пăрçа пит ан акăр. ЧС. Пирĕн пумилкине (поминки по нем) тăвачченех кашни эрне çĕр, кашни тунти çĕр пăтăсем, çăмартасем, икерчĕсем пĕçерсе, ăратнесене чĕнсе асăнса çиетчĕçĕ. Альш. Пӳркелĕн ĕлĕкренпех Хăят çĕрĕ (канун Киятской ярмарки) тăваççĕ. Елшелĕн Хăят виç кун тесен тунă (т. е. ӳчӳк).

çĕрĕ-çĕрĕпе

целыми ночами, всю ночь напролет. Микушк. Унта вăсем çĕрĕ-çĕрĕпе пĕр çывăрмасăр лараççĕ (сидят и не спят). Дик. леб. 50. Унсăрăн унăн çĕрĕ-çĕрепе çывăрмасăр асапланни, куç-çулĕ тăкни ахалех пĕтмелле пулнă. Орау. Çĕрĕ-çĕрĕпе чупса çӳрет те, кăнтăрла кунĕпе кӳпчет вара (дрыхнет), мур. Выла. Çав каç вара çĕрĕ-çĕрĕпех ĕçсе çиеççĕ (пируют).

çĕр енни

север. НИП. N. Çыннан чунĕ тухсанах, çĕр енелле пĕр çăмарта ывăтаççĕ.

çĕрлĕх

на (одну) ночь. Сред. Юм. Пĕр çĕрлĕхе мана хваттере кӳртсе çывăрттаратра? Тиханьк. Пĕр çĕрлĕх хăйă пор. Ib. Çĕрлĕхех панă. Дали на всю ночь.

çĕрхине

в соединении с числ. — в ..ночь. Изамб. Т. Пĕр çĕрхине, однажды ночью. N. Пĕр çĕрхине, в одну ночь. N. Вунтăваттăмĕш çĕрхине.

çĕр

(с’э̆р, с’ӧ̆р), сто. N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытĕ. (Алăк хăлăпĕ). N. Пĕр çын тунине çĕр çын тытать. (Алăк хăлăпĕ). N. Çĕр тенкĕ, сто рублей. N. Çĕр те виççĕ. N. Çĕр те пилĕк, çĕр те пĕре. Календ. 1904. Пĕр çĕр пуç хурт пур. Есть с сотню ульев пчел. Истор. Вĕсем çав ĕçе çĕр пӳлĕме (главана) уйăрса çырнă. N. Çĕр çул, столетие. Сунч. Ула тына: мĕн хак, тет? — çĕр çирĕм пус, теççĕ (т. е. 34 коп. серебром; так и у КС). Чура-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). Юрк. Çĕр те вуниккĕ, икçĕр вуниккĕ. Шурăм-п. Çинчен тата çĕр çирĕм икĕ пус (35 коп. серебром) укçа парса ярăпăр. N. Çĕр пин, сто тысяч. N. Çĕр те пиллĕк, сто пять. N. Сакăрçĕр çичĕ çул, 807 лет. Тăхăрçĕр вăтăр çул, 930 лет. N. Сакăрçĕр çул. 800 лет. N. Пилĕкçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 595 лет. N. Тăхăрçĕр вуникĕ çул, 912 лет. N. Сакăрçĕр вунпилĕк çул, 815 лет. N. Тăхăрçĕр, вунă çул, 910 лет. N. Сакăрçĕр вăтăр çул, 830 лет. Сакăрçĕр тăхăрвун пилĕк çул, 895 лет. N. Тăхăрçĕр утмăл икĕ çул, 962 г. N. Çĕр утмăл икĕ çул, 162 г. N. Виççĕр çул, З00 л. N. Виççĕр утмăл пилĕк çул, З65 лет. N. Çĕр сакăрвунă çичĕ çул, 187 лет. N. Çĕр ик çулхи. || При обозначении возраста, как и при др. числ., год можат быть опущено. Альш. Манăн çĕртен те иртнĕ (старше ста лет) асатте пур. М. Васильев № З, З2. Çĕрте икке çитнине. Якейк. Эс минчере? — Çĕр те пĕрере. Сколько тебе лет? — Сто один год. || Сотня (в смысле админ. разделения). См. Разг. С. Мих. 16.

çĕрĕшĕ

çĕрĕш, сто из них, сто из числа. Трахома. Мĕн пурĕ 300 çын ытла пухăннăччĕ, вĕсенчен çĕрĕшĕ начар куçлă çынсемччĕ. Чураль-к. † Çакă ялта çĕр хĕр пур, çĕрĕш тăрать пĕр тенкĕ. N. Çĕрĕшне те сутса ятăмăр. Мы продали всю сотню.

çĕрĕ яни

назв. гаданья на кольцах. Ерк. 11. Микушк. Раштав иртсен крешчениччен çĕрĕ яраççĕ. Ăна ак епле яраççĕ: пĕр витре çине шыв яраççĕ, унта çĕрĕ ярăççĕ. Кашни харпăр-хăй çĕррине яраççĕ. Пăлхатаççĕ те, икшерĕн илсе чуп-тутараççĕ. Тата юрланă вăхăтра кăлараççĕ. Мĕнле сăвă юрланă вăхăтра çĕрĕ тухать, çавăнтан çынни вара ăрăскаллă пулать.

çĕрпӳ

(с’э̆рбӳ), сотник (устарелое слово). См. пинпӳ. || Назв. гор., Цивильск. Шел. II. 55. Çĕрпӳ Мăн Çавалпа Кĕçĕн Çавал шывĕсем пĕр çĕре хутшăннă çĕрте, çатма пек тикĕс вырăнта ларать. Панклеи. † Çĕрпӳ хоçи — çĕр хоçа, çĕр хоçапа мĕн тăвас, пирн Ентип хăва хоçа. Сунч. † Çĕрпӳ çуни — çĕр çуна, çĕр çунара пĕр хĕр çук. ТХКА 91. Çĕрпӳ тияк — çĕр тияк, çĕр тиякпа мĕн тăвас? Тияк майри Веруç пур.

çĕртре

çĕртрен, çĕртри, то же, что çĕрте, çĕртен, çĕрти (от çĕр, земля, место). N. Халь кĕтӳ çӳрекен çĕртре (вырăнта) ĕлĕк масар пулнă. N. Тухса каяс çĕртренех хупса хăварчĕ. Посадил в карцер перед самым отьездом (посаженного). Абыз. Унăн тата юлташĕ пулнă. Юлтăшĕте пĕр çĕртриях (земляк) пулнă. Альш. † Аппа йăмăкĕ пуличчен, çĕртри çырла пулас-мĕн, таса çерем çине шăтас-мĕн.

çĕçĕ

(с’э̆з’э̆, с’ӧ̆з’ӧ̆), нож, ножик. N. Çĕçĕ чиксех таврăнас пулать сан. Тюрл. Çĕçĕ вичкĕнĕшĕ (çивĕчĕш), çĕçĕ тăрши (тӳрчĕ). К.-Кушки. Çĕççе илсе пар-ха. Passe moi iе couteau. В. С. Разум. КЧП. Вăл кăсйинчен çĕçĕ кăлара пуçларĕ. Орау. Çĕççипе аяккинчен чикрĕ те, çĕççи те çапла, чикнипех, юлчĕ (остался в боку). Ib. Ах, çавăнтах çĕçĕпе чиксе пăрахăттăм усала. Ib. Икĕ пĕр пек вăрăм çĕçĕ. Два ножа одинаковой длины. ЧС. Вырттарсассăн (девочку в гроб), пуçĕ патне çĕçĕ хучĕç те: эсĕ ку çĕçĕпе лере çăкăр кас; тата йĕппе çип хурса: кунпалан кĕпесем çĕле, терĕç. КС. Çта çĕçĕ патне каянн! Куда ты к шуту лезешь (кричат на животное). Ib. Çĕçĕ тимен! Ib. Çĕçĕ тимен пырна! Хорачка. Çĕçĕпе портă тăртăмăр. Мы жили плохо, во вражде. || Часть плуга, резец (разрезывает впереди). Янгорч. || Употребл. как брань. N. Нимскер хыпса çăтасса пĕлместĕн, çĕçе! Все готов проглотить — чтобы тебе ножик в глотку! (Говорит жена пьянице мужу).

çĕтĕк

(с’э̆дэ̆к’), рваный, драный, оборванный. Йӳç. такăнт. 25. Сана аçу качча тăлăппа панă-и? Çĕтĕк кут! Ах шуйттан кĕвенти, çара-çерçи! Собр. † Çĕтĕк кутлă тимĕрçсем (кузнецы в рваных штанах) сиксе тимĕр çапаççĕ. Алик. † Çĕтĕк кĕрĕк тимĕрçĕ сиксе çапать тимĕрне. Юрк. Арăм, эсĕ каллех мана çĕтĕк кĕпе тăхăнтартăн! Сюгал-Яуши. Хамăн сăхман çук, сĕтĕк алшăли тăхăнса ачасемпе ăрам витĕр тухса каятпăр. || Оборванный, оборванец. N. Çĕтĕк майра макăрĕ. (Сохан). Зап. ВХО. Çĕтĕк майра çынна йĕртĕ. (Сухан). N. Пĕр хулана çитнĕ те, пĕр çĕтĕк маряран ыйтнă: чăнах-и çакăнта патша хĕрĕн куçĕ суккăр? (тенĕ). || Развалившийся, обветшалый. Курм. † Ĕçрĕмĕр те çирăмăр, тата пире мĕн кирлĕ? Килĕм толли ачам пор, çĕтĕк сала килĕм пор, чӳречерен чӳречея пăхаççĕ поль: апи килмерĕ, тесе, куç пак кĕтсе тăраççĕ поль; карта толли выльăхăм пор: хуçам килмерĕ, теççĕ поль. Пис. Çапах та эпĕ хăракаласа çĕтĕк çатан урлă кĕтĕм. В. Олг. Çĕтĕк пӳрт (плохая). || Худой, дрянной. Тогаево. Вăл каллах пĕр çĕтĕк кĕсре илсе килнĕ, тет. || Тряпье, рвань. ЧС. Хăйсем чĕреспе шыв, çĕтĕк тытса тăраççĕ, çĕтĕкĕсемпе шыв сирпĕтсе тăраççĕ (во время пожара). Эпир çур. çĕршыв. 23. Пирĕн вулăс тырă, çăмарта, çĕтĕк, хăяр, паранкă, панулми, çырла, аш-çу сутать. N. † Анне: çĕтек сотас, тет, сонтĕк илсе парас, тет. Юрк. Мĕшĕн çак çĕтĕксене пĕрте салатмастăн-шн? Орау. Çĕтĕк юсаччен çĕнĕрен ту, тиççĕ ваттисем. || Харкотина. Пшкрт. Çетĕк тохат (тоҕат). См. çĕрĕк. || Капризник. Орау. Ан йĕкĕлте (не дразни) ăна, çĕтĕк.

çĕтĕм

встреч. в соединении: вилĕм-çĕтĕм, погибель, смерть. Ачач 76.. Çулти атте-турра, çĕр çинчи ырă турра, хаяррине, инкек-çинкекрен, чир-чĕртен упраса усраканнине, вилĕм-çĕтĕм яраканнине, тата урăххисене те пĕр-иккĕшне (еще и других, одного, двоих).

çвар

то же, что çăвар, рот. N. Пĕр-ик çвар полĕ, пулк парчĕç. Сред. Юм. Кам-та-пôлса: сана çав çын салам каласа ячĕ, тесе, пырса каласан, ăна хирĕç: çеарна пылпа çу, теççĕ. Срв. каз.-тат. ады̆зына бал да џау.

çвер-тискер

хищный зверь. ТХКА 65. Араслан, тикăр, çвер-тискер кайăксем, ирĕкре вăрманта пурăнаççĕ (дикие звери живут в лесах на свободе), тем-те-пĕр çиеççĕ. Çавăнпа вĕсем вăйлă; сывă пулсан, хаярланма та, куштанланма та пулать вара, тетчĕ пирĕн асатте.

-çке

(с’кэ, с’к’э, из „ç“+ „ке“), частица, подкрепляющая утвержденне, отрицание или предположение. Иногда указывает ответ на заданный вопрос, как бы являясь излишним. Регули 496. Тытрăн-и? — Тытрăм-ç (тытрăм-çке). Ты поймал? — Ну да поймал. Ib. 498. Ку шув-и (= шыв-и) — Шу-ç (или: шу-çке). Это вода? — Ну да, вода. Ib. 497. Вăл йывăç хыти? — Хытăç (хытă-çке). Это жесткое дерево? — Ну да, жесткое. Ib. Вăл ювăç хыти? — Хытă мар (хытă мар-çке). Твердо ли это дерево? — Нет (да нет). Иванова. Вара эпĕ тепĕр кунне, школа кайсан, ачасенчен ыйтрăм та, вĕсем те: каять-çке (ну да, уезжает), каять, терĕç. N. Эсĕ чирленĕ витнă? — Чирлерĕм-çке. Ты, видно, был болен? — Ну да, был болен. Ау 62. Кам ку? тет.— Эп-çке, тете, тет. Кто это? спрашивает тот.— Да это я, дядя,— отвечает он. || Часто передается русским ведь, иногда с оттенком возражения. Юрк. Мнтук, эсĕ кунта мĕн хăтланатăн? Ухмаха ерментĕр-çке? — Çук. Ты, Дмитрий, что тут дурачишься? Ведь, чай, не с ума сошел? — Нет. Ib. 502. Эс каламан поль-çке (поль-ç). Ведь ты, чай, не говорил. Регули 504. Вăл кона тăва-çке (= тăвать-çке). Ведь он это делает (сделает). Юрк. Алекçей (Элекçей): манăн пуçăм татах ырата пуçларĕ-çке, ăна мĕнпе турлетес-ши? тесе ыйтса пĕлет. Орау. Ун пек пулать-çке вăл пуринн те (пурин те). Это бывает со всяким. N. Ĕнер пуртă тыткаланăччĕ, паян таçта-çке! — Матрӳне, эс курмарăн-и? N. Укçа пулсан, илĕттĕм те, укçа çук çав.— Пур-çке! (Ведь есть, ты только скрываешь). N. Арăмĕ йĕре-йĕре калать: эпĕ вăл-ку шухăшпа туманччĕ-çке (я ведь это сделала без особого намерения), тет. N. Çĕршĕн тивĕçлĕ хакне тӳлемесен те, пуринчен те ахалех туртса илме юрамаст-çке. Альш. Ку тутар мишукра кăшкăрат: куратăп-çке (ведь я вижу), тет. Ib. Эпĕ: çав шуйттан ачине çиме чартасчĕ-çке (ведь этого чертенка нада кормить), тесе калăп, тесе калать (муж), тет. Регули 503. Сирĕн пор тăвакан. Тумас-çке вăл! Орау. Хусана кайнă, терĕç-çке-ха ăна. Кайман-нм? Ишек. Эпĕ пĕлместĕп тытма; эпĕ тытрăм-çке. || Оказывается (с изумлением). Юрк. Эсĕ сĕт çиетĕн-çке? Сана уншăн çылăх пулĕ! || Да.. оказывается (произносится с известною живостью). Сред. Юм. Килтеçке ô, эп-ха килте çôк тесе. Да, он, оказывается, дома, а я думал, что его дома нет. || Разумеется. Бес. чув. 2. Пулăшасчĕ-çке унăн çак ывăннă лашана; анчах пулăшасен пулмарĕ. || Выражает силу впечатления. СЧУШ. Ялан хуллипе хăмсарса: акă çапатăп, тесе, тăчĕ-тăчĕ те, пачĕ-çке пĕрре пит аван кăна! (да как даст! т. е. да как ударит!). СТИК. Ай-ай, аван-çке! Ib. Питĕ выçрăм-çке! — Как я проголодался! Орау. Аялтан вĕçет-çке-ха. Главное, обратите внимание на то, что он (вĕри-çĕлен) летает низко. Срв. Вăл аялтан вĕçет вĕт-ха, т. е. ведь он, обратите вннимаине, летает низко. || В уклончивых ответах. N. Ăçта каятăн? — Каятăп-çке.. Регули 505. Тем (темскер) тăвас-çке. || Выражает обьяснение. Яргуньк. Упăшки: ма килтĕн чĕрĕлмесĕрех, тенĕ; карчăкки каланă: кĕт утă çулакансене апат туса çитарас, тесе каларăм-çке-хе (хотела вот), терĕ, тет. СТИК. Ăçта пуçтарăнатăр тата? — Вутта каймалла-çке те, юр çăва пуçларĕ-няк. Юрк. Ухмахлăхăпа çапла хăтланса çӳретĕн-çке, пархатарсăр япала, кахал! || Выражает согласие со словами собеседника. СТИК. Çын хуйхине пусарса, хуйхăртса, хăй нушине каласа панă хыççăн ăна итлесе тăракан çын хыттăн сывласа: çапла-çке ĕнтĕ, мĕн тума çӳрен, килнĕ нушана тӳсес пулат. (Дальше следует перечисление своих нужд). Ib. Эс ачăна вĕренме янă темеççи? — Вĕренме яма ятăмăр-çке те-ха ĕнтĕ, темле вĕренĕ — питĕ наян. Ib. Çын патĕнчи пурăнăç йывăр-çке те çав.. мĕн тума пăхан: çиес килет. Ib. Авлантарса ятăмăр-çке те-ха.. темле пулĕ. (Гов. человек, женивший своего сына. но чующий, предчувствующий что-то недоброе. Он выражает этим сомнение; в его словах звучит грусть). || Иногда выражает недовольство. Яжутк. Иван хуçана каларĕ, тет: пĕр паршине парăн-и? тесе каларĕ, тет. Хуçа Ивана каларĕ, тет: парăп-çке, тесе каларĕ, тет.

çмилтереххи

более смелый. СЧУШ. Пĕр-пĕр енке пуçтарнаççĕ те: хăçанччен çак усал çынна тӳссе пурăнмалла-ши пирĕн? тесе калать çмилтереххи.

çтана

(с’тана), стена. Ал. цв. 16. Çак çуртан пĕр çтанине куç-кĕскирен тунă. N. Икĕ çтана (çтена) хушшине вĕрен карнă та. Çав арăма вĕренĕ çине утлантарса лартса, каллĕ-маллĕ ун тăрăх сĕтĕрсе çӳренĕ.

та

(та), и, да, еt (соединительный союз). См. те, а также Оп. иссл. чув. синт. I, 243—246. Регули 1484. Мана та она пачĕç, ыттисене памарĕç. Мана та, она та пачĕç. Ф. Н. Никиф. Сум та пилĕк пус, 30 коп. (но: ик сум вунă пус, без „та“, или: ик сум вунă пус, 60 коп). Ib. Пин те çĕр тенкĕ, пин те пĕр тенкĕ. Ib. Тенкĕ çурă, 11/2 руб. Ерк. 4. Куçăм-пуçăм вут та хĕм выляса кайтăр. СТИК. Пасара карăм та.. чашкă-çпала илсе килтĕм. N. Кăшкăрса пуçтартăмăр та, киле кайма шухăш турăмăр. КС. Апла та (и так) хăтланчĕ, капла та (и этак) хăтланчĕ — пултараймарĕ. Регули 1546. Кивĕ полсан та, çĕнĕ полсан та илĕпĕр (все равно купим). Кивине (киввине) те, çĕнине (= çĕннине) те илĕпĕр. || Выражает повторение. Якейк. Пуян та пуян, терĕçĕ (все твердили, что он богат), хăйĕн виç тенкĕ окçи. Ib. Йăвана: начар та начар, терĕçĕ, халь пырса пăх-ха Йăвана мĕн манерлĕ çорт туса лартрĕ. Кушакпа автан 15. Катмар хурăнсен кăтра пуçĕсем лăстăр та лăстăр йăштăртатаççĕ. Чав. й. пур. 15. Таяпасем каланă: куртăмăр та куртăмăр, тенĕ (все, один за другим, заявляли, что видели). || Указывает на длительность действня. Букв. 1904. Çавăнтан кайран Йăвашка Энтрейĕсем аккаланă та аккаланă вара (знай себе пахалн). || Да и.. Ала 13. Эпĕ паян кунĕпе çӳресе ăвăнтăм (устала), каç та пулать, кунтах çăвăрас пулĕ манăн. Н. Карм. Нумай та калаçрăм, каçарăр мана. Толст. Хĕвел кăшт тухать те, анса та ларать (взойдет не надолго, да и закатится). || Даже. Изамб. Т. Ик-виç кун та шырарăм, лаша çинчен пĕр хыпар та илтеймерĕм. || Даже, даже и. Ст. Чек. Кушакĕ тармас та (даже и не убекает), тет. КС. Пĕр çухрăмах та çук. Нет даже и версты. Ib. Хытăраххăн та чĕнсе пăхрăм та, итлемеçт. Даже пробовал и покричать, не слушает. ТММ. Асапсăр пулла та пĕверен кăлараймастăн (с русск.). Чуратч. Ц. Эсĕ çакшăн та макăратăн-и? Уншăн пĕрте ан макăр, кил хам çумма вырт, пĕрле çывăрар. N. Аш мар, полă та памаç. СТИК. Çакна та ĕнтĕ туса хураймастăн! Даже и этого не можешь сделать. || Усиливает обобщение. Альш. Вăл шыв чăххи ытти кăвакалсем пек вĕçсех çӳремес: вăл ялан та хăмăш ăшнелле тарат. N. Манăн икĕ ывăлĕ те (или: икĕ ывăл та) салтака кайрĕç. (Но: икĕ çулĕ те Нурăса каять). Ib. Пирĕн икĕ учитĕлĕ те Хусана кайрĕç. N. Вĕсем пурте кунта. Они все здесь. N. Ун пекки кирек ăçта та пур. Такие есть всюду. || Выражает усиление и в др. случаях. N. Кил! эпĕ сана нумай шывсем çинче ларакан ытла та (очень уж) аскăн арăма сут тунине кăтартам. Ерех 3. Вăл Мускавра çамрăкранпах пĕр хапрăкаэ ĕçленĕ, ялта пĕр-икĕ çултан ытла та пурăнман. Абаш. Эс топмăн та. Ты пожалуй и не найдешь. Шăна чир. сар. 12. Хăш Йышши шăна талăкра аллă хут та ытла сысать. М. Яуши. Эсĕ мана темиçе хут та улталарăн. Бгтр. † Ку инке усал пулсан, çичĕ çулсăр та килес çук. Шел. II. 64. Миçе юрă кунта? тесен: икĕ çĕр юрă та ытла.. терĕ. N. Вăхăт нумай иртрĕ, уйăх та ытла сантан писме илменни (уже больше месяца, как я не получал от тебя писем). Кан. Ял совечĕ кăçал çу-каçа та (за все лето ни разу) Кăмакал ялĕнче халăх пухăвĕ туса иртермен. Орау. Мĕн çур сахач (= сахачĕ), сахат та ытла иртрĕ пуль ĕнт! Какие полчаса, наверное, уже больше часа прошла! Альш. Кĕтӳçĕсем ялан та (повтоянно) тутар ачисем хăйсен. Ib. Пĕр-иккĕшĕ (сăвăрсем) ялан та ту çинче çын килнине сыхласа лараççĕ. Ib. Пĕр вунă-вун-пилĕк çухрăм хутлăхĕ çӳлĕ ту килет ялан та. Ib. Малта таçта çитиччен ялан та анаталла каймалла. Баран. 122. Ватă йывăçăн варри ялан та çĕре пуçлать. Ала 5. Вăл каларĕ, тет: эпĕ мар паттăр, тесе, вăт паттăр та паттăр, халь тухнă, тет, Иван Суволов паттăр. || Усиливает отрицание. N. Пĕр конта ояр кон çок. Нет ни одного ведряного (ясного) дня. Регули 1428. Вăл пире пĕр татăк та çăккăр паман. N. Эпĕ улахран пĕр каç та юлман. || N. Вăл кӳлĕ пит çутă, çавăнпа та (поэтому то.. и) ăна Çутă-кӳлĕ тенĕ. К.-Кушки. Вăл ăна вĕлернĕ те. Он-то его и убил. || Так как. Абыз. Кликка каларĕ, тит: вăрларăм; ху каларăн та вăрлама. N. Унта çул çук, карти çумнех юр çуса тултарнă та. Там нет дороги, так как там нанесло снегу к самому забору. || Правда, что.. но (уступление). N. Çанталăкĕ сиввине сивех мар та.. Правда, что сегодня не холодно (и потому нет нужды, напр., топить печь). || Изамб. Т. Упăшки те наян та, арăмĕ тата ытларах. И муж-то ленив, но жена еще ленивее. Кратк. расск. 12. Иосиф вăл хăй кирек мĕнле пултăр та, çапах та пирĕн тăван-çке вăл. || Но, а, да (противительный союз). N. Чавса çывăх та, çыртма çук. (Послов.) СТИК. Çакна туса хумаллаччĕ те, пулмарĕ. || Хотя.. но. КС. Вуламан пулсан та (хотя и не читал), эпĕ çапах (всё-таки) пĕлетĕп. Ib. 1509. Эпĕр каламасан та, вăл пĕлĕ. Хотя мы и не скажем, но он узнает! Баран. 123. Намăс та пулсан, (хотя и стыдно сознаться, но..), пирĕн хушăра ун пек çын нумай. || Иногда при употреблении этого союза речь кажется оборванной, при чем как бы остается невысказанным какое-то воэражение или ограничение. N. Укçу пур-и ара? — Укçи пур та.. А есть ли у тебя деньги? — Деньги-то есть. N. Çаплине çапла та.. Так-то оно так.. (оно верно-то верно.,.). Якейк. Манасси манман та (забыть-то не забыл).. каласси каламан та. корасси корман та.. тарасси тарас çок та.. вăрçасси вăрçас çок та. Альш. Тарçи калат: мĕн, пачăшкă, вăрçатнам? тет. Пупĕ: вăрçасса вăрçмастăп та, ахаль калап, тенĕ. КС. Аплине апла та, ыйтмасăр та илме юрамаçть çав. Так-то так, но дело в том, что и без спросу брать не годится. || Иногда присоединяет следствие. N. Антон уксак та, хытă утимас. Регули 401. Эп çавăн чох пырса та онта, эп пĕлетĕп вăл вырăна. || Просто, прямо. Шурăм-п. Чăваш хăй куçне те ĕненмест. Унăн шухăшĕпе ку улпут ухмах та. Якейк. || С деепричастием на „сан“, „сен“ иногда соответствует русскому может быть. Якейк. Кайсан та кайăп. Может быть и пойду. Ib. Парсан та парăп. Может быть и дам. || Уж и.. N. Нумаях та тăмасть, урамăн хăрах хĕрне çаратса та тухать. В. С. Разум. КЧП. Кунта ларсассăн, каç та пулса кайĕ, манăн киле каймалла. КС. Туса хутăн та-и? Ты уж и сделал? N. Чĕнтĕм анчах, чопса та çитрĕ: ах ĕçесси килет ӳке! (вероятно, ему хочется пить). Ал. цв. 10. Çапла жалать те, хĕрлĕ чечеке татса та илет. Чуратч. Ц. Пăртак ĕçнĕ-и, ĕçмен-и, куна усал сухалĕнчен ярса та илчĕ (уж я схватил), тет. || Выражает неожиданность. М.-Чолл. Ир тăрсан, пăхать, вунă улма çук та (а десяти яблоков уж и нет), тет. || Именно. Якейк. Чĕре ыратнăран та тохтăра кайнă, ахаль кам каять-ке? (Гов. с недовольством). || Соответствует русскому „а“. N. Самай та юлашкинчен пит нумай (пĕр виçĕ пин ытла) пĕр хуçаран илсе таврăннă. Завражн. Поп патне карăм та, попĕ çок та тăта (еще). || В отрицании — даже и не, и не. Ск. и пред. чув. 50. Ан та шухăшлăр шăннă ĕç çинчен! Янтик. † Пир(ĕ)н Тимеше пырсассăн, çĕр тенкĕсĕр ан та пыр (т. е. не имея сотни рублей, чтобы уплатить за невесту). N. Çавна валлиех сăкманлăх илейĕн-е (купишь ли на кафтан); укçа сахал пулсан, ан та ил. Конст. чăв. Тинĕс хĕрне çитсен, нумаях та тăмарăмăр, пароход çине кĕрсе лартăмăр. || В выражениях удивления — ну и.. Толст. Ăслă та-çке сан пуçă, ăстарик! N. Макарăн та чăмăрĕ пысăк-çке, ача! Альш. Аван та юрлаттаратьчĕ вăл ачасене. || В песнях иногда имеет неопределенное значение. Н. Карм. † Пĕчĕк кăна лаша — турă лаша, Белебейрен йăвăр та тиярăм; ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕмI пĕлеймерĕм — йăвăр та каларăм. || В произведениях И. Н. Юркина как индивидуальная особенность встречается в главных предложениях, которыми вводятся в диалогах собственные слова второго из собеседников. Юрк. Мĕншĕн? тет ку та, хăне апла каланăран, ăнланаймасăр.

тай

(таj), наклонить, склонить. ГТТ. Пуçна тай-ха, эп сана пӳскепе лĕпкерен перем (я тебя ударю мячом по темени). N. Пуçне тая-тая кĕл-тума тытăнать. N. Чонтан-вартан йоратса, поçа санăн енеле тайса. N. † Ватăсем пуррине пĕлнĕ пулсан çамрăк пуçа тайса кĕрес-мĕн. ЧП. Çыр хĕрринчи çырласем пуçне тайса лараççĕ. Дик. леб. ЗЗ. Çемçе мăк çине выртать, пуçне тунката çине таять. Пазух. Тăван, сирĕн ĕçкĕр-çикĕр пит хаяр-çке, пирĕн урасене таять-çке (подкашивает). || Скосить, подкосить. Янтик. † Йĕс сĕтелне аврăмăр, пăхăр урине тайрăмăр (скосили). || Сломить силу (чью). N. Вăй-хăватне (их) тайрĕ. N. Вăйлă çынпа ан тавлаш, вăл сана тайса илмелле ан пултăр. || Весить, иметь вес. N. Пин мина таякан ылттăн щит. N. Тата аллă дидрахма туртакан (в рукоп. таякан) пĕр ылттăн савăт куртăм. Сред. Юм.

тайăл

(-ы̆л), наклоняться, нагибаться, склоняться. Бгтр. Уйри çĕмелсем мал еннеле тайăлсан, килес çулĕнче тырă лайăх пулать, теççĕ. Чураль-к. Тайăла-тайăла ан макăр, тайăлса ӳкĕн, Потаçăм! См. потаçăм. N. † Самарăн сарă шыв юхать, сарă хумăш çинчен сарăлса, сарă хумăшсем юлать тайăлса. КС. Тайăлса, тайăлса пычĕ те, тӳп! кайса ӳккĕр. Все наклонялся, наклонялся (идущий), да как бухнется! Ib. Тайăличченрех хурса пар-ха. Положи на весы, чтобы перетянуло. Н. Карм. Ай-хай, пуçăм, çамрăк чунçăм, ырлăх енне пуçăм тайăлчĕ (склонилась голова). || Подкоситься. В. Тим. † Эпĕ çак килсене килсен, тухаймарăм урам тайăлаччен (не ушел раньше того, как у меня подкосились ноги, т. е. от хмеля). Альш. † Тайăлмастпăр, тайпăлмастпăр, çичĕ юта парăнмастпăр. Ск. и пред. чув. 26. Туй халăхĕ тайăлать, ӳсĕр халăх çывăрать. || Кланяться нагибаясь. КАХ. Мĕн çырлахманнине ху çырлахтар ĕнтĕ, тет те: çырлах, тесе, таялать. (Молитва из „Валĕм-хуçа“ в „тайăн-сăра“). К.-Кушки. Пирвай. Валлене кĕл-тунă: пĕр халăхпа асăнатпăр, витĕнетпĕр, тутлă чĕлхепе, ăшă питĕмпе тайăлатпăр, йăлăнатпăр. Пазух. Тăван, лар вырăнна, тыт куркăна, тайла тăрар эпир умăрта. N. Виçĕ хут вуласа, виçĕ хут сăхсăхса тайăл. Т. VI, 34. Хура халăх тайăлат сана. (Ӳчӳк кĕлли). Буин. † Ваттисем пуррине пĕлнĕ пусан, çĕлĕкĕме илсе тайлас мĕн. N. Тайăлса пуççапсан. || Прислоняться, опираться. Тим. † Пĕчĕкçĕ лашу, турă лашу, турти çинче ӳсрĕ тайăлса; ай-уй савнă тусăм, хура куçăм, çын çинче ӳсет-çке вăтанса. || Клониться. N. Пĕрре, кăнтăрла сулăнса, хĕвел каç енелле тайăлнă вăхăтра. || Убавиться по жалейку. КС. Сăра пăккинчен тайăлнă. N. † Сорковой пички тайăлмасăр, эпир киле каяс çок. || Пройти (о годах). N. Нумай çамрăк çулăмсем тайăлчĕç. || Лишаться (силы). Сред. Юм. Ватлап пôлас, вăйран тайла пуçларăм (лишаюсь сил). ЧП. Тайăл (ураран). Ала 55. Ватă, курпун, куçран тайăлнă (слабая глазами) карчăк пырса тăчĕ кĕлет алăк патне. N. Ватла-киле пĕр оптен куçĕ вăйран тайăлнă (слаба глазами стала). N. Вăл тăн-пуçран тайăлнă пулсан та, ан шыра, тӳс. N. Пит шухăшласан, çын ăсран тайăлать, ухмаха ерекенсем те пулаççĕ.

таян

(таjан), опираться, приклоняться, прислоняться, облокачиваться. С. Дув. Яхути ăна илтнĕ те, шикленкелесе, юпа çумне таяннă, тăрать. СПВВ. КЕ. Таянни — пукан çинче чалăшшăн ларни. ЧП. Ватă юман, теейсе, ытла çумне ан таян. Н. Карм. † Çӳлĕ тусем çинче пĕр çын тăрать, йĕлме туйи çине таянса; çак тăван пире кĕтсе тăрать, хапха юпиçине таянса. Ст. Чек. Сĕтел çине ан таян. Не облокачивайся на стол. Не прислоняйся к столу. См. чавсалан. N. Эпĕ çурăмпа юман çумне таянтăм. ППТ. Хам урама тухса, хапха юпи çумне таянса: çынсем каймаççи? тесе, пăхса тăраттăм. N. Аллисемпе суха çине таянса пынă пек, сухалакан хăйĕн хуйхине хуйхăрса каçалăк патне кайнă. Скотолеч. 15. Лаша сулкаланса çӳрет, çӳренĕ çĕртех япала çумне (к предметам) пыра-пыра таянать. К.-Кушки. Ахтапантан тухсанах, урапа çине таянса (у др. тайăнса) выртрăм (прислонился), тет те, çыврах кайнă, тет. Лашм. † Таянам-и, тăванçăм, сан çине? Таянтаратсăн, тăванçăм, ай, таянтар. Чăв. к. Пĕчĕкçеççĕ лаша — турă лаша, ӳсрĕ турта çине таянса. || Полагаться. N. Пурлăху çине ан таян.

таянтар

(-дар), понуд. ф. от гл. таян, прислонять. Байг. Вăл Ивана çуна çинчен илет, тет те, поп калинки юпи çумне таянтарса хăварать (прислоняет), тет. Изамб. Т. Кĕлтисене пĕр йĕрке çумне тепĕр йĕрке таянтарса пыраççĕ (прислоняют ряд к ряду).

таянтарса хур

прислонить. N. Пĕр тунката çине турăш таянтарса хунă (лартнă).

таянчăк тыттарни

назв. свадебного обряда. Ильм. (Çĕнĕ-çын) çуна çинчен ансан, каччинĕн хурăнташĕ картаран пĕр лаша тытса пырат та, каччине йĕвентен сăкман аркипе тыттарат. Каччи вара виçĕ хутчен хĕвел тухăçĕ енелле пăхса сăхсăхат те, лашине çуна йăри-тавра виççĕ çавăрат. Çапла тыттарнине таянчăк тыттарни теççĕ. N. Килне çитсен, карташне кĕрсен, пусма умне чарăнаççĕ хĕр кӳммисем. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Кăна таянчăк тыттараççĕ, теççĕ. Таянчăка çав лашанăн чĕлпĕрне çĕн-çынпа кĕрӳ пĕрне пĕри чĕлпĕре халат аркипе параççĕ те, юлашкинчен лаши çине ывăтса яраççĕ. См. Магн. М. 204.

таяпа

(таjаба), назв. нескольких селений, напр., Тайба-Таушевой, б. Б. Тархановской в. Симб. у. Чăвашсем 15. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă Таяпа енче тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. || Назв. реки в б. Убеевск. в. Буинского у.

тайăн

(таjы̆н), малый. Начерт. 164. Хурамал. Тайăнрах (или: кемрех, сахалрах). Ib. Тайăнрах (неполный) пĕр çăк (воз) япала илсе килтĕм. ЙФН. † Пĕчĕк-тайăн Ултук пур. Эпĕр тайăн тенĕ-мĕн, турри пусăк тутăр-и (пусть сделает). Якейк. Вăсен пӳрчĕ пирĕн пӳртрен кĕт тайăнтарах (поменьше). Тиханьк. Çолĕ пор, кĕлеткн тайăнрах. Года есть (возрастом не мал), а телом маловат. Собр. Килте вăл вăхăтра тайăн (немного) сăра тăваççĕ. Персирл. Паян пĕр тайăн сăра турăмăр. Ib. Пĕр тайăн орапа тияса килтĕмĕр (средний воз). N. Икĕ тайăн орапа полчĕ. Сам. 72. Пӳрчĕ тавра тайăн хӳт-вĕрлĕксемпе хӳнĕскер. || Непонятный, примитивный? N. Эпир калаçакан чĕлхе те ĕлĕкрех упăте чĕлхи евĕрлех тайăн пулнă. || Так называют ребенка, не вошедшего в ум. СПВВ. ГЕ. Тайăн (тесе) ăс кĕрсе çитмен ачана калаççĕ.

тайăн

вес (pondus), значение, способность. Чхĕйп. Çĕр çинче çĕр çине нумай тĕрлĕ шăтса тухакан япалана пуринчен ытла хĕвел, çăмăр, сылăм, лăпкă вĕрсе тăракан çил (кирлĕ). Вара çак тăват япаларан ырлăх пулсан, кĕрек çта акнă вăрлăх та хăй тайĕнпе çимăç кӳрет. N. Хурланса йĕр, кăмăлупа хуçăлса макăр, пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе хуйхăр уншăн. СПВВ. АС. Тайăн = хăйне кура (Недостаточное обьяснение). N. Арăм илни — пурлăх пухасси пуçламăшĕ; арăм илсе этем хăй тайăнĕпе хăй валли пулашу туянать, шанчăк илсе канăçлăх тупать.

тайăн сăра

пиво, которое варят чуваши для киремети. СПВВ. Х. Ст. Яха-к. Тайăн сăра тесе киремете чӳклеме тунă сăрана калаççĕ. Ходар. Тайăн сăрана ак çапла тăваççĕ: чипер тирпейлĕ пĕр-ик-виç ал-витри, пур киремет ятне асăнса, пӳртре сăра тăваççĕ. „Тайăн сăра“ совершается если „вăлсен (т. е. чăвашсен) килĕшĕнче кăшт пăшт-паш (несчастье) пулсанах“. На „тайăн сăра“ поминаются след. духи: 1) Пит тури киремет, 2) Валĕм хуçа, З) Илкушар, 4) Михаппар, 5) Вылăри. Изванк. Пĕр хуран пăтă пĕçерчĕç, тепĕр шан тайăн сăра юхтарчĕç. (Обряд çĕр тавраш).

тайлăк

(таjлы̆к), наклонный. Г. А. Отрыв. † Хура вăрманта хурăн тайлăк, хурăнташсенчен ати тайлак, тантăшсенчен эп тайлăк. С.-Устье. Ту аяккинче пĕр тайлăк хурăн ларать, тет. N. Ял-ялĕнчи ачисем тайлак кĕпер кашти пек, тайкалана çӳреççĕ. Альш. † Тайлăк хапха уçăлмĕ, юлнă кăмăл тупăнмĕ. Т. VI, 35. Тайлăк çултан та, тайлăк усал кĕпертен те эсĕ сыхласа, эсĕ упра, турă. (Учук). Скотолеч. 9. Вите урайĕ тайлăкпа (по причине...) кĕсре тăвалла тăсăлса тăрать пулсан.. || Шатающийся, titubans. П. Федотов. Ĕссĕр пулнă куркинчен, тайлăк пулнă стакканчен, ырă ĕçрĕмĕр-çирĕмĕр, сăпаççипă хуçине. || Покорный. ЧП. Пирĕн тайлăк пуçа хĕç витмест. N. Тутлă чĕлхемпе, тайлăк пуçăмпа пуççапатăп („бью челом“, молюсь). || Наклонно. Ст. Чек. КС. Урапана тайлăк тиянă (косо, на один бок). || Отлогий. КС. Тайлăк çĕтрен ан кай, тӳрем çĕтрен кай. Ib. Тайлăк тăвайкки. Ядр. † Çак куккăрта çул тайлăк, тӳнсе каятăп, тытсамăр (поддержите, а то я упаду, опрокинусь). || Косогорье. КС. || В перен. см. несчастный. Якейк. † Ялта танăш ачасам хăшĕ тайлăк вăл ытла. Имень-к. Ах тайлăк, çул тайлăк, çул мар тайлăк, эп тайлăк! Эпĕ нимшĕн те тайлăк мар, çук çын хĕршĕн эп тайлăк. || В недостатке. П. Федотов. Çырлах турă, ан пăрах, мăн çăкăртан тăйлăк ан тăрат. (Из молитвы „çăкăр пуçланă чух“). || Назв. местности.

тайлăр

талер. Сред. Юм. Икĕ тайлăр пĕр тайлăр (scr. тайлар), пĕтĕм пасара хăй пухать.

тайник

(н’ик) деревянное одноухое (пĕр хăлхалă) ведро (носят помои, поят телят). СТИК.

тав

(тав), спор, тяжба. N. Тата пĕр-пĕрин хушшинче тав пулсан, вăсем ялан Акçонăв патне сут тутарма (чтоби их рассудил) пынă. N. Хурлăх куракана хурлăх тăвакан алли айĕнчен туртса ил, тав уйăрнă çĕрте (при разборе тяжбы) халсăр чĕрелĕ ан пул. Истор. Хăш чух аслă кньаç та татайман вĕсенĕн тавне. N. Анчах хăш-хăш тĕлти халăх пухăвĕсене пурте пĕр тĕрлĕ халăх пухăнмасть, тĕрлĕ халăх пухăнать; çавăн пек пухусенче тĕрлĕ халăхсем хушшинче тав тухкалать. N. Пĕр-пĕринпе тав тытни (тавлашни) сирĕншĕн хăех те намăс.

тавлаш

(-лаш), спорить; тягаться. Изамб. Т. † Аппапала йысна тавлашаççĕ, пуçламан пичĕкене пуçласшăн. Бес. чув. Вăл хăш чух çиленмесĕрех тавлашса ирттернĕ, анчах вăл Микулая лайăх пĕлнĕрен, нумайранпа пĕрле пурăннăран кăна пулнă. || Состязаться друг с другом (в насмешливых песнях). Альш. † Икĕ кăна турă ут, пĕр çӳрен, тавлашаççĕ витерен тухмашкăн. N. Тавлашса чупрĕç. Бегали вперегонки. Чув. пр. о пог. Çуллахи Микула кунĕ курăкпа сĕлĕ тавлашать. На вешнего Николу овес спорит с травой.

тавлашу

(-жу), спор, состязание. Ала 9. Çапла вара ĕçсе-çисе ларнă вăхăтра тавлашу çине кая пуçланă, тет. Вăсен тавлашу акă епле мĕн çинчен пулнă: ясар тĕлĕшрен пулнă вăсен тавлашăвĕ. N. Вĕсем икĕш пĕр-пĕринпе тавлашу хунă (начали состязание, спор, тяжбу?). N. Тавлашу-харкашу, ругань.

тав ĕç

соотв. русскому „пей на здоровье. Гов. хозяин гостю, угощая последнего, в ответ на его приветствие „тав сие“. СТИК. Хăнара кил хуçи хăнасене: тав сире, тет те, пĕр черкке эрех ĕçсе ярат. Хăнисем ăна хирĕç: тав ĕç, теççĕ. Сред. Юм. Хăнана пынă çын: тавсси-ха ĕçнисĕне! тесен, кил-хуçи: тав ĕç ĕнтĕ те-ха! тет.

тавлăх

благодарный; благодарность. N. Пĕр чунпа, пĕр чĕрепе тăрса, пĕтĕм юратнă тавлăх чунĕпе вĕри кĕлĕ туса, ăна акă çапла каласа тав тунă.

тав-ту

приветствовать. Янш.-Норв. Упăшки арăмне сак çине лартсан, ывăлин (т. е. жениха) ашшĕпе амăшĕ вара тултарса лартнă куркана тав-туса ĕçеççĕ: ашшĕ ывăлне тав-тăвать те, акă çак сăмахсене калать... N. Эсĕ мана аса илсе праçникшĕн пĕр виç курка тав-туса сăра ĕç-ха. (Письмо). N. Тав турĕ те, ĕçсе ячĕ. Пазух. Йĕрке çитмессерен тав-тăватăр, савнă хăнăрсем эпир-и (мы ли желанные гости)? N. Хĕрĕ пӳрте кĕрсен, ашшĕпе амăшне ӳксе пуççапать. Ашшĕпе амăшĕ вăл вăхăтра куркапа сăрă тытса тăраççĕ; вĕсем, сăрине ĕçсе, тав-тăваççĕ: тав сана, хĕрĕм! теççĕ. N. Вара хĕре ĕçтереççĕ тав-туса, пĕркенчĕк илсе пыраççĕ. Корсун. † Тăванçăм тав-тумасăр ĕçмерĕм: тав-тăва, тав-тăва ĕçтерчĕ. Юрк. Чи малтан тултарнă эрех куркине, кӳршипе хăнине тав-туса, хуçи тĕппипех хăй ĕçсе ярать. Тепĕр черккине тултарса, кӳршине тыттарса, ăна ĕçсе пама хушать. Т. VI, 60. Унтан ĕçтерекенни: арçынсене ĕçтерсе пĕтертĕм, тет. Вара кĕл-кĕлекенни: ĕçтерсе пĕтертĕн пулсан, хĕрарăмсене тав-ту, тет. Юрк. Кĕл-туса илсен, лешсем пекех пăраçникпе тав-тăваççĕ, мĕн тăваççĕ, укçа парасса кĕтсе. Микушк. † Тав-тусам-и (надо: тăвам-и), тайăлам-и, ăсталла, тăван, каям-и? Т. VI, 64. Вара хуçисем ларсан, ытти юрлаканнисем ахаль пуççапаканнисене тав-туса параççĕ те, ĕçеççĕ. N. Унтан пăлтăрта мăн-кĕрӳрен курка илсе, упăшки (новобрачный) арăмне, ятне каласа, тав-туса ĕçтерет. Унтан хĕрĕ те (новобрачная) упăшкине ятран каласа тав-туса, ĕçтерет. || Благодарить. Хурамал. Ĕçсе çисен, вара тав-тăвать. N. Вĕсем ĕçсе çиеççĕ те, вара хуçисене тав-тăваççĕ. Поев и попив, они благодарят хозяев. N. Вăл хăйне ырă тунăшăн темĕскер пек тав-тăвать. За сделанное ему добро он бесконечно благодарит (т. е. очень признателен).

тавар порила

назв. игры. Шарбаш Тавар порила вулляççĕ. Ĕлĕк ватрас вурăсĕсем (кошатники): тавар пор-и! тесе кăшкăрса çӳретчĕç. Пĕр ача пĕчĕкреххине çорăм çине лартать те, лешĕ аллисемпе кона муйĕнчен çавăрса тытать (обнимает шею). Çапла йăтса çӳрекине, „тавар порила вулляс“ теççĕ.

тавăр

(тавы̆р), возвращать, вернуть. Бес. чув. 9. Эсĕ час тавăрайăн-ши? Манăн нумаях та мар укçам, вăл та пулин хама кирлĕ пулать. N. Вара ăна патша каллех Риме тавăрнă (вернул). Кан. Тавара хакла сутнипе нумай услам илет те парăма юлнă укçана услампах тавăрма пултарать. || Свернуть. Тим. † Тавăрăпăр сăмсине. (Угроза). || Переворачивать. N. Вуниккĕн ыраш çапаççĕ, Митрофан тавăрат. (Çăкăр çини). СТИК. Кĕлте таврас, сарăм таврас (переворачивать снопы или посад во время молотьбы). N. Шур кĕпелисем çапаççĕ, хĕрлĕ кĕпели тавăрса пырат. (Апат çини). Сĕт-к. Утă тавăр, ворочать сено (на сенокосе). || Засучить (рукава). КАЯ. Эпĕ кĕпе çаннипе куçа тавăрса шăлтăм. Тăв. 53. Тĕкĕр пек çуталса выртакан кӳлĕ хĕрринче Кулине шурă йĕм тавăрса тăрать. || Выворачивать. N. Вăсем ухтарса пирĕнне кăсясене те тавăра-тавăра хучĕç (они вывернули у нас карманы). Изамб. Т. Куçа çӳп кĕрсен, пĕр-пĕр аста арăм чĕлхипе çуласа тупат та, унтан тавăрса илет. Орау. Куçне-пуçне тавăрса ларать. Сидит, неприятно растаращив глаза. Утăм. Куçĕсене тавăрса пăрахса çӳреме тытăнчĕç. Якейк. † Пирн апия йорас-тăк, корăк тымарне таврас полать (выворачивать). || Выворачивать наизнанку. Сĕт-к. Кĕпе тавăрса тăхăнтăм, кĕпе тавăрса чиксеттĕмч. Баран. 162. Çĕлĕкин хĕррине çăмне тулалла туса тавăрса хунă (у кадмыков) || Оплатить. Янш.-Норв. † Ах хăтаçăм, тăхлачçăм, çирĕн ĕçкĕре-çикĕре тавăрса пулĕ-ши ĕмĕрте! N. † Тăвансем лайăх, хамăр чухăн, тавăрассинчен хăратăп (боюсь, сумею ли я им воздать равное). Ст. Чек. Пурне те тавăрса пĕтереймĕн, хăшне тата турă тавăртăр. Собр. Çак çăкăра таврайăп-ши ĕмĕр иртиччен? Удастся ли мне когда-либо воздать (им) равное за этот хлеб-содь. N. Вĕсем саншăн тунине хирĕç мĕнпе тавăрас пур санăн? Чем ты можешь заплатить за их заботы о тебе. Ал. цв. 10. Хăна ырăлăх тунăшăн эсĕ çапла тавăр-тăк-и ĕнтĕ мана? || Мстить. N. Ку çынна епле хирĕç тавăрам-ши (месть)? N. Макар Семенов çине Аксенов çав тĕрлĕ хытă çиленнĕ, хăй пуçне çухатсан та, ăна таврассиех килнĕ. || Воздать. Ёрдово. † Пире кăçал çын çини, таврасчĕ те, ял аслă. Цив. † Çынтан илтнĕ сăмаха турă тавăртăр, тейиеттĕм (т. е. пусть бог обратит дурные пожелания на проклинающего). || Возвращать назад (невесту). КС. Хăшĕ калаçнă хĕре каялла тавăраççĕ. || Отказаться от покупки. N. Тавăрчĕ, спятился (о покупке). || Опровергать. N. Ку хушăра тавлашнă çĕре министрсем те пыркаларĕç, анчах министрсен сăмахĕсене çавăнтах тавăра-тавăра пычĕç. N. Хăвăн çу сĕрнĕ çыннуна, Давид чурушăн та пулин, ахаль тавăрса ан ярсам. || Возмещать? Юрк. † Ялта ырă çынсем нумай пулĕç, хамăр тăвансене çитес çук, çитсен те ăна таврас çук, тавăрсан та пире пулас çук, пирĕн юлнă кăмăл тулас çук, пире юлташ пулса тăрас çук. СТИК. Ку лашана илсе эпĕ усă кураймарăм; акă ĕнтĕ илни икĕ çул, çинĕ хакне ĕçлесе тавăрайман пуль (не заработада истраченного на нее корма).

тавăрăн

тавăрн (тавы̆ры̆н, обыкн. тавры̆н), возвращаться. Регули 1421. Эпĕр тавăрăнтăмăр, вăлсам тата малалла (яла çитиччен) кайрĕç. ТХКА 52. Ара, лашасем ярса тавăрăннă чухне, çул урлă кашкăрсем каçса карĕç те, çавсем тытасран çĕр-хута лаша шырама тухрăмăр та çав. Орау. Чипер пынă çĕртенех, каяла килелле тавăрăнса каяççĕ (неожиданно для зрителей). || Завернуться. Байгул. Кĕпе çунă чух кĕпе тавăрăнса кайсан (если завернется пола), кĕпи хуçи вилет, тет. || Повернуться. N. Унăн кĕсри темле каялла тавăрăннă та, хирĕç пыракансемпе пĕрлешсе тепĕр хут Шупашкаралла кая панă. || В перен. смысле. N. Вара çапла хăçан хăйсен кăмăлĕ таврăначчен выляççĕ. || Сделать оборот во время пашни. Нюш-к. Ака-суха тунă чух вĕсенĕн йышĕ çынсем тухаччин пĕр вунпилĕк хут тавăрнса та илеççĕ (сделают 30 борозд). || Обиваться, обмочалиться. Изамб. Т. Туя вĕçĕ тавăрăннă (обился). || О месяце. См. уйăх тавăрăнни. || В качестве вспомог. глагола. БАБ. Илсе тавăрăн, принести или привести откуда-либо (напр., из соседей).

тавăç

то же, что тав ĕç, пей на здоровье. Сред. Юм. Тавăç ĕнтĕ-ха, тек ан ĕçтер! (Ĕçкĕре кил хуçи хăнисĕне: сыв полăр! тесе, пĕр корка ĕçет, ôна хирĕç хăни çапла калать).

тавлăк

(-лы̆к), сутки. О сохр. здор. Пĕр виç тавлăк тăрсан, пӳрт алăксене уçса пăрахас пулать.

тавлăклăх

на сутки. Юрк. Пĕр тавлăклăх кăна çул, расстояние на сутки езды.

тавнувах

давно уже. КС. Орау. Халь çĕлне анчах мар-ха (не нынче), тавнувах пĕр-ик-виç çул пур нихак вĕсем çунса кайни (как они погорели).

таврала

тавралла, вокруг, кругом. Ст. Яха-к. Вĕсем çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала тем каласа çавăраççĕ. N. Çак çын ĕнтĕ çак купăста пахчи тавралла пăхкаласа çӳре пуçларĕ, тет. Хурамал. Ăна эс ак çапла ту: пĕр çĕре пит пысăк çурт тутар, ун тавралла тип вутă купалаттар. Ib. Вара хуçипе лашине илекен те тавралла чупса каяççĕ. N. Тавралла пăхкаласа, пăшăлтатса, кулкаласа тăраççĕ. Çĕнĕ-Кипек. Ыйттисем пурте, алран ал тытăнса, тавралла карталанса тăраççĕ. Ib. Унтан вара тавралла вырăнаçса тăраççĕ. Орау. Хĕвел тавраллах карталанчĕ (в кругу), çăмăр парать пуль. Ib. Пурне тавралла касса çавăрчĕç те, пуç чашăккине кăларса илчĕç.

тавраш

(-аш), окружье, окруженье. N. Пĕтĕм тута-сăмса тавраш (область рта и носа) питĕ ирĕлсе карĕ-ха — тӳрленмест. Собр. Уйăх таврашĕ карталансан (если месяц в кругу), йĕпе пулать, теççĕ. Б. Яныши. Çак кĕпер таврашне, çĕртме çинче утсене çитарма ялан курăк çитĕнтереттĕмĕрччĕ. О сохр. здор. Кровате (чит. кравата) тата алăк патне, чӳрече таврашне (около окон) лартма юрамасть. || Окружность. Ск. и пред. чув. 34. Карталанса йĕри-тавра тăнă ташă вырăнĕ, вунă чалăш таврашĕ. || (Приблизительное) время. Альш Миххайла праçникĕ таврашĕнче (около Михайлова дня) юр ӳкет, ӳкнĕ çул (в иной год). || Отношение. N. Наянлăхăмпа çыру яраймасăр тăратăп, тетĕн, вăл тавраша (в этом отношенни) эпĕ хам та çавах, анчах савнă çыннăмран çыру вăл-ку илсен, кирек хăçан та хирĕç часрах çырсă яма тăрăшатăп. || Относящееся до.. Изванк. Пирĕн ялта мур таврашне пĕлекен пĕр Микул карчăк анчах. || То, что относится к известному роду предметов. Юрк. Эрех таврашне пăхса тăма хăйсене уйрăм пысăк тӳресем тытса тăрат. Кама 7. Васса (пуçне пăркаласа). Е-е-е-х! ăс тавраш санăн. Хăнаран укçа ыйтаççĕ-и? Кам вĕрентрĕ сана. Тьфу, йытă пичĕ! N. Кунта япала таврашĕ питĕ хаклă. Баран. 44. Ялта лăпах пулнă, хăйă çути тавраш нимĕн те пулман. N. Выльăхăн ăс тавраш çук, вăл ăçта каяс килнĕ, çавăнта каять. Кан. Пуш урапанах: таврашсене çĕмĕрĕ (лошадь), тесе, калла турттарса килтĕм. ППТ. Çĕрен хуллин таврашин çӳп-çапне (сор от прутьев, обломки) прахтармаççĕ (не позволяют бросать). N. Пахăр-кĕмĕл тавраш(ĕ), çурт-хуралтă тавраш(ĕ). Менча Ч. Вĕсем акана тухаччен малтан ака таврашсене, суха таврашсене, сӳре таврашсене хатĕрлеççĕ. N. Çав вăра таврашĕ мар-и (это не вор-ли какой-нибудь) мĕн пĕшкĕнсе (нагнувшись) пырать вал пирĕн хыçран? Юрк. Начальник таврашĕ вăл тĕлтен сана аса та илме пĕлмест. О сохр. здор. Улпут таврашĕнче нихçан та сăпка кураймăр эсир. Юрк. Сирĕн вара ку çулта ĕне тавраш çук-и мĕн? Разве нынче у вас коров нет? Ib. Пирĕн чăвашăй йĕрĕх таврашĕнче пукане пек япала таврашĕ çук (никаких идолов не бывает). ППТ. Масар çинче кĕлĕ таврашĕ-мĕнĕ тумаççĕ (никаких молений не совершают). Сборн. по мед. Лаша-выльăх таврашĕнчен: ут-выльăха çамрăк чухне чипер пăхас пулать, тетпĕр. Халапсем. Эпĕ халап таврашне пĕртте пĕлместĕп. Я, вообще, совсем не знаю сказок. Баран. 29. Тăван хĕрĕ пек курса, ун валли тавраш хатĕрленĕ. Ib. 162. Пуринчен ытла лаша таврашне çӳререх параççĕ (калмыки). || Принадлежности, приспособления. О сохр. здор. Çавăнпа ача кипкисене, унăн çăтарне, тата ытти таврашĕсене те тасарах тытма тăрăшăр. СПВВ. Тавраш нуммай кирлĕ. Нужно много разных вещей, приспособлений, одежды и пр. (Так понимают в Сред. Юм.). ЧП. Атте салат пачĕ те, анне тавраш пачĕ те. Ходар. Сăрине (для „тайăн сăра“) тунă чухне таврашсене пит тирпейлĕ тыткалаççĕ (наблюдают за чистотой посуды и принадлежностей, которыми пользуются при варке пива). || Одежда (в некоторых выражениях). О сохр. здор. Хамăр тавраша ялан таса тытас пулать. Болезни. Тепĕр çĕрте хĕретнĕ-кăвакартнă таврашпа çӳреççĕ. Букв. Таврашна тасарах тытса усра. Будь опрятен. Янш.-Норв. Епле унăн (девушки) таврашĕсем чечен. Ib. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай (у девушки, которую думают взять замуж). Орау. Хĕрарăм таврашĕ. Сред. Юм. Хĕрарăмăн кĕпе-йĕм (белье) нăмай пôлсан: тавраш нăмай, теççĕ. Алик. † Çын таврашпе килмен, хам таврашпа хам килтĕм, атийăк та апайăн. (Из песни туй арĕм). || Наряды. Собр. Хĕрĕ (невеста), пасар çитсен, пасара кайса, таврашсем илет. Бур. † Ай-хай, хамăр тантăшсем, кĕмĕллĕ иккен таврашсем. || Приданое (добро). N. Пĕр таврашĕшĕн илни анчах пулчĕ, хăй нимĕн тĕшне те тăмаçть (про жену). Чураль-к. † Ах кинçĕм, Пăраски, час тапранса часах тух; час тапранса тухмасан, хăвăн (= хăйĕн) таврашпе тухмаçть, тет, хăвăн таврашпе тухсассăн, час тапранса тухать, тет. (Свад. п.). || Добро, имущество. Иванова. Çак пушарта нумай тавраш, пĕр хĕр-ача çуннă. Истор. Ытти хаклă йышши таврашсем те нумай парса янă. Изамб. Т. Пуяннисем таврашне (япалине) кура хаклăрах тӳлеççĕ. || Сбруя. N. Урапасем ӳпне çавăрăнса каяççĕ, таварсем пылчăк çинче таптанаççĕ, лашисем ĕрĕхсе, таврашсене таткаласа çӳреççĕ. Ёрдово. Лаша таврашсем вăлсен питĕ япăх, таврашсене пĕртте юсамаççĕ. Лашине хытă кӳлсен: тавраш ванать, теççĕ. Чураль-к. † Ачи шухă, ан тийĕр, ати тавраш шуç тавраш; çав шуç тавраш пĕтмесĕр, пирĕн шухă пĕтес çук. Актай. † Шупашкар хуçи аттим пӳр, шуç таврашсăр тухас çук. Н. Байгул. † Йăлтăр-йăлтăр йĕс тавраш, çутатмасан килĕшмест. || Органы. N. Вал кăшт çех вырăнтан сикме пултарать, хăйĕн пур таврашĕсене те пĕтернĕ, вăл сывламасть те, унăн юн тымарĕсем те çук, çăварĕ те, хырăмĕ те, пыршисем те, хыçалти шăтăкĕсем те çук. || Материал. N. Машиная шухăшласа кăлараканни çавна тума хăй таврашĕпе те çĕр тенкĕ анчах илнĕ. Ал. цв. 20. Çулçăсем, туратсем, чечексем карнă, ылттăи-кĕмĕл ука таврашпа витнĕ хăй юратнă сакă çине ларать. || Род, фамилия. Орау. Çав Кăрнин усрав ывăлĕнчен Ситемен тавраше пуçланса кайнă. Альш. Мăрса йăхĕсем каяççĕ куçса Пӳркелне. Пӳркелĕнче халĕ те пур, Мăрса тавраш, теççĕ. КАЯ. Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ). N. Кам таврашĕ эсĕ? Ты из какого рода (или: фамилии)? N. Тăраль (трал’) тавраш (-аш). Орау. Урлав таврашĕ питĕ ĕрчĕхлĕ ăру вăл. Орау. Вăсен таврашĕнче путлĕ этем пур-им? || Нечто подобное, такое. Дик. леб. 40. Вăл ун пек тавраша унччен нихăçан та курман. N. Нумайĕшĕ çĕнĕрен законсем кăларасшăн пулчĕç. Нумайĕшĕ вăл тавраша кĕтмен, вĕсемшĕн вăл ĕç сисмен çĕртен пулчĕ. СТИК. Пирĕн вăл тавраш мĕн çук? У нас ничего подобного нет. (Возражает, почти что обидевшись, на вопрос: сирĕн им-çам пур темерĕç-и, парăрччĕ, пулсан). || Культ. ЧС. Ку киремет таврашне ан тăвăр. Не совершайте этих идольских обрядов. || Альш. Хирти Кушкă таврашĕ, çĕнĕ Мертлĕ таврашĕ акат вăл анасене: çавсен çĕрĕ, тет вăл. || Обстоятельство (грамм. термин, неолог.). || В смысле послелога. N. Атăл таврашĕнче ун пек хула нуммай. В Поволжье таких городов много. Ib. Хула (ял) таврашĕнче (около города, деревни); çăварни таврашĕнче (около масляницы). N. Пукрав таврашне те таврăнайăп-ха эпĕ. Неизвестно, вернусь ли еще я к Покрову. N. Мункун таврашнелле те тавăрнайăпăр, тем. Неизвестно, воротимся ли мы к пасхе.

таврашнелле

около, приблизительно. N. Амвросий виç-çĕр хĕрĕхмĕш çул таврашнелле çӳралнă. Ст. Яха-к. Çынсем çав сĕрен пăрахнă кунта пĕр-пĕринпе ĕçсех иртереççĕ. Пĕр юнкун таврашнелле (в среду, к среде) аплах мар вара, ĕç тума тытăнаççĕ. Çапла иртереççĕ пирĕн мункун эрнине.

таврăнаш

встреч. в след. обороте: Чуратч. Ц. Çав вăхăтра пĕр çын хăнаран киле таврăнаш пулнă, тет.

тавссийĕ

(-), то же, что тавсси. N. Ĕçкĕрен тавăрăнсан, алăкран кĕрсенех, килти çемйисене: тавссие! теççĕ. Ĕçкĕ-çикĕрен тавăрăннă чухне мĕн тĕл пулаканне пĕр тавссие! теççĕ. Ĕçкĕ-çикĕ вăхăтĕнче тула тухса кĕрсен, алăкран кĕрсенех: тавссие! теççĕ. Сугуты. Ĕçкĕ-çикĕ тунă хуçана, хăни ăçта-пулин ĕçкĕ-çикĕ хыççăн пирвай тĕл пулсан, тавссие! тет. Ст. Чек. Тавссие. Ĕнер ĕçнĕ паян ĕçтерекенне курсассăн, ĕçекен патĕнче тула тухса кĕрсессĕн, туйра авланаканнин ашшин килĕнчен, унтан тата пĕр-ик-виç киле кĕрсе тухнă чухне калаççĕ.

тавçар

(тавз’ар), смекнуть, догадаться, понимать. СПВВ. АС. Тавçарать, шухăшласа илет таçтан-таçтан пĕр пĕлменнине. Сред. Юм. Эпир йăмахланине тавçарать вит ô (понимает, догадывается). Ib. Тавçаракан, догадливый. Сборн. по мед. Кĕсем çав инкек мĕнтен пулнине тавçарса илеймеççĕ-ха. N. Унтан кинĕ наркăмăшлă (с мышьяком) пăтта çисе янине курса тавçарса илет те, хунямăшне каласа парать. N. Шухăшласа тавçарса илнĕ укĕт калатăп сана, тĕрĕслесе-чухласа илнине пĕлтеретĕп сана. || Янтик. Тавçарса илес, одуматься, припомнить, вспомнить. || Отгадать. Икково, СПВВ.

таклат

(-лат), производить звук так. Шорк. Пĕр пысăк тараккан сĕтел çине таклатса персе анчĕ (свалился на стол).

так

(так), так, этак. Ала 99. Так çапла макăрса хорланса вилсе карĕ (с громкими слезами). ТММ. Так-çăмарти кăвак. || Так, без пользы, даром, зря, попусту. Абаш. Йĕрки-йĕрки копăста, шăварни те так полчĕ (поливанье оказалось бесполезным). Тим. † Тапрăм, тапрăм, так пулчĕ, туя кайни так пулчĕ: хирĕç тухса илмерĕç, ăсатса та ямĕç-ха. Мижули. Пăртак так тăрсан, эпир лашасене йорттипе чоптарса çол çинчен шапăлтаттарса килелле карăмăр. Микушк. † Ан кайсам, тăванăм, çĕр выртса кай: эсĕ выртсан та вырăн çитмелле. Эсĕ кайсан, вырăн так юлать. N. Ĕçленисĕм (работа) так пĕтмĕç. Якейк. † Суя аки кам илтет? Кам так (даром, так) парать, çав илтет; суя аки Натьок пор, нимрен суя илтимер, олахра çăвăрни хопларĕ. Чуратч. Ц. Çак çын пуçĕ урайĕнче сиксе анчах çӳрет, тет. Так килтĕм, так килтĕм, тесе сиксе çӳрет, тет. N. Ăвăнса çӳрени таках полать. || Вообще, одним словом. Могонин. Пĕр çын ăшсăр пулнă, çиясси килмен, ĕçесси килмен, так таса мар пурăннă. Яжутк. Эсĕ мана валли ыран ирччен апат пĕçер, тесе каларĕ, тет (он): ни нумай, ни сахал, так чух, вăхăтлă пĕçер, тесе каларĕ, тет. Чхейп. Усăлă çын сахал пулнă, так хăйсен шухăшне мĕн аса килнĕ, çавна анчах туса пурăннă. || До такой степепи. Алик. Çав ачасам пĕр кушака тытнă та, так ватнă (сильно били). || Ходар. Çапла вара килтен киле хăйсем çӳремелли таран так кĕрсе çӳреççĕ. || Как только. КАЯ. Так вăл кайçанах, акка пирĕн пата карта çине тарса хупарч. N. Так хулана çитсенех, çамрăк шулĕк ваттине алă (у др. аллă) тенкĕ укçа пачĕ. Сюгал-Яуши. Так çывăрса кайсан, лашасем патне кашкăр пынă та, пĕр ăйăра туртса антарнă.

така

(тага), баран. СТИК. Така, така так, ик мăйраки шак; ачасене аш, хама тир! (Говорят детям). Ib. Така пек лашăна (заметьте афф. 2-го лица, хотя говорящий имеет в виду свою личность) мĕн илсе тухам пасара! (Така пек лаша тесе пĕчĕкçĕ лашана калаççĕ). Орау. Пирĕн пĕр така пек лаша пурччĕ. Хурамал. Сурăх таки, баран. Вомбу-к. Така çăмартисем (из них — вкусное блюдо). Орау. Така (или: вăкăр) çăмарти пекскер виттĕр пăхать. Смотрить в бинокль. (Ирония). N. † Таçти хĕрсем така пек, пирĕн ял хĕрсем янтал пек (как стёклышко). Пшкрт: таҕа тирри, баранья шкурка (у др. така тирĕ). Сред. Юм. Хăна пырсан, така пусса, така пуç çитерсен, питĕ (хисеплени) пăхни полать (первое угощение). || Ягненок мужск. пола. N. Ку така-и, путек-и? Это баран или ярка? N. Паян качака пранларĕ, икĕ така туса пачĕ. || Баранина. N. Така пиçес вăхăт лар. Изамб. Т. Сыв пулăр, Питрава така çиме пырăр.

така хуранĕ

котел для варки похлебки из баргнины. Орау. Така хуранпе така пуссан шӳрпе (така шӳрпи) пĕçереççĕ. || Çĕнĕ-Кипек. Çĕре пĕр пĕчик патака: така-хурань, тесе, çапса кӳртеççĕ те, шăлпа туртса кăларма хушаççĕ.

такам

(тагам), неизвестно кто. N. Кам ку? Такам-çке. Кто это? Не знаю кто. Кто его знает. N. Такампа кайнă вăл, эп курман. Не знаю, с кем он ушел, я не видел. N. Такамăн пур вăл, пирĕн çук. Не знаю, у кого он есть, у нас нет. Такам ачисем вĕсем. Не знаю, чьи они дети. N. Парасса патăм (отдал) та, такама патăм (действие отдачи помнит хорошо); парасса панă та, такама панă (действие отдачи представляет себе неясно). Чеб. Такамсем çĕрле килнĕ те, хамăра улмапа пере-перех татса карĕç, терĕм. || Всякий, каждый. Н. Карм. Мана ĕнтĕ эсир мар, такам та ятламалла, мĕншĕн тесен, эпĕ темиçе çултан та сире тав туса пĕр çыру та çыраймарăм. N. Ăна такам та паллать. Про него чай знает всякий. N. Такам та пĕлет. Кан. Куçарасси Мами аван куçарнă. Такам та ăнланмалла. || Прямо никто. N. Эпир курнине такам та кураймĕ. Никому не придется испытать того, что мы испытали! || В чувашизмах. Могонин. Такамран ыйтсан та (кого ни спроси), çак ниш çинчен калама пултарать (может рассказать). Ст. Шаймурз. † Улма патăм-илмерĕн, кĕмĕл патăм-суйларăн. Пит нуммай вăхăт çӳрерĕн, ху та такама каяйрăн (за кого-то ты сама выйдешь). Изамб. Т. Мана тата хамăр пекки пулмасăр, такам пулмĕ. Какого еще мне жениха ждать? Ведь нас не вельможа какой возьмет. Орау. Кам вăрланă-ши укçине?.. Такамах мар пуль-ха (не больно кто, чай..) хăйсен ачипчисем путлим (= путлĕ-им). N. Эсĕ, ачам, такамшăн такам пултăн, маншăн турах пултăн. Кил, эп сана чуп-тăвам. Не знаю, как другим, а мне ты, дитя мое, сделал превеликую услугу. Иди, я тебя поцелую. Выçăхакансем 26. Эпир ĕне сутатпăр иккенне такам çăви сарса янă (какой-то чорт разблаговестил, т. е. распустил об этом слух). || Нет. Сятра. Тĕнке-тона, хы çут (= хыйă çут), теччĕ (говорят).— Такам (= айӳк?), тет тĕнке-тони: коарпа пиçсе тĕтĕмпе пĕрле те вĕçсе каяс польă, тет.

таках

(так+ах), напрасно, без причины. Копăрля. † Таках илтĕм коркана (купила ковш). N. Таках васкарăн яшкуна антарма! || Всё, всё время. Ст. Шумаш. Çул çинче таках кулса килетчĕç те, пăрахса хăвартăм (купленные дожки все смеялись, поэтому я их выбросил; говорит дурак). Панклеи. Пăх-ха, вар хошшинче пĕр молкачă таках сиккелесе çӳрет. Чăнах тем, тет старик.

такăн

(тагы̆н), спотыкаться, запинаться. Сĕт-к. Паян виççĕ (трижды) такăнса ӳкрĕм. N. Лаша виллисем çине такăна-такăна ӳксе таратпăр. Бежим, запинаясь о трупы лошадей. N. Ура такăна пуçларĕ, пурăнăç каялла каять пулĕ. N. Чул çине такăнчĕ. Он запнулся о камень. Буин. Чула (пĕренене) такăнса ӳкрĕм. Ядр. Чултан такăнса ӳкрĕм. N. Пуçтарнă чухне пĕчĕкреххи, астумасăр типĕ хулă çине такăнса ӳкнĕ. N. Намăс мар-и, тăванăм, çак хулăран такăнса ӳкме! Манăн ура айне пĕрене хурсан та, эпĕ нимпе те ӳкес çук! N. Эпĕ тумхах çине такăнса ӳкрĕм. БАБ. Ватăлмасăр вилес мăр, такăнмасăр ӳкес мар. (Гов. в конце моленья „ӳчӳк“). Сред. Юм. Такнакана тап котĕнчен, тесе ахаль каламаççĕ çав: тин çиç матки вилнĕччĕ-ха, ôнтан çонса кайрĕ, халь кăçал каллах çавăннех лашине вăрласа кайнă. Ib. Пĕр такна (такна) пуçласан çын такнатех ôлă. Раз человек начал спотыкаться, ему все неудача. Ib. Çын, пĕр такна пуçласан, такнатех вара: пĕлтĕр çонса кайрĕ, кăçал пĕррĕ ôлталаса пин тенкĕ лартнă, тепĕр каллах пилĕк-çĕр тенкĕ упиткă полнă, тет. || В перен. см. СПВВ. Такăнас — не ладить, спорить. || Смешиваться (при счете).

такăр

(тагы̆р), гладкий, ровный, утоптанный. И. С. Степ. Ала 990. † Ай-ай, хĕрĕм, мĕн парам-ши! Виçĕ карта сорăхăм пор: пĕр картийĕ сана халаллă. Ай-ай, ати, кирлĕ мар: ток-мак çолĕ такăр полтăр! КС. Такăр çĕтрен утса пыр (по ровному месту, по утоптанному месту). || Твердая (утоптанная) часть дороги. N. Çул такăрĕ.

такка-пăччен

один-одинешенек, совершенно один. Сред. Юм. См. пес-пĕччен, тăр-пĕччен, пĕр-пĕччен, пат-пĕччен.

Таккавар

(таккавар), назв. деревни. Альш. Вĕсен ку енче те, кунтан пĕр вуникĕ çухрăмра, Таккавар леш енче, хир пурччĕ.

таккулхах

ни с того, ни с сего; без причины, напрасно. Орау. Пĕр сысна çури таккулхах (по неизвестной причине) пĕчĕккĕ ӳсрĕ. Апат та пĕрлех çинă, уйрăм çиман — асси темĕскер. Ib. Таккулхах (таккулhах) çак хут çине çыртăм эпĕ, хура çĕре çырмалаччĕ.

такмак

кожанный мешок для калачей и пирогов. ЩС. Такмакпа кучченеç исе каяççĕ. СПВВ. ФН. Такмакпа çĕнĕ-çынсем амăшсем патне кучченеç чиксе каяççĕ. СПВВ. ФН. Такмак — сăран хутаç; ăна юри кучченеç чикме сăрантан çĕлесе тăваççĕ; унпа хурăнташсем патне кучченеçсем леçеççĕ. СПВВ. КМ. Такмак — кучченеç хутаççи. СПВВ. ТА. Такмак — сăранран кучченеç чиксе каймалли тăваççĕ. Ст. Чек. Туй ют яла кайнă чухне, чикре туй чарăнса, çăккăр, тăварсем, чăкăтсем çиет, ăна хуракан сăран хутаççа такмак теççĕ. Такмак икĕ хутаçлă пулат: пĕр хутаçĕ умра, пĕр хутаçĕ хыçра çӳрет, çаккине хулпуççи урлă яраççĕ. Ib. Мăн-кĕрӳ такмака çухатсан, такмака е ют туй çынни вăрлат, е хăйсен туй çынниех, е çур читвĕрт (водки), е читвĕрт лартат. НАК. Кĕрӳ хыççĕн кӳме çинчен мăн-кĕрӳ икĕ такмак кучченеçпе анать (по приезде в дом невесты). Етрух. Пĕри унта такмакпа çăмарта пуçтарса çӳрет. (Сĕрен). Т. II. Загадки. Кăмакара хытă такмак çакăнçа тăрать. (Чĕре). Чураль-к. Сакайĕнче сар такмак çакăнса тăрĕ. (Пичкепе сăра, по другой отгадке — чĕре, т. е. сердце). || Употребляется и для других надобностей. Чураль-к. † Такмак çурă вĕт тĕнкĕ, халь кӳртем те, халь шутлам, мана апи ятлас çук. Латыш. Ачана хырăмĕ пысăкран такмак ăшне виç хут чиксе кăларать. || N. † Ах, тантăш, хĕр кортăм, такмак котлă хĕр кортăм, тапас килсех карĕ-çке (так и захотелось дать эй пинка). N. Такмак котлă хĕрсене тапас килсе вĕлерет.

такмак çăмарталă

с грыжей. Орау. Мулчара паян пĕр такмак çăмарталлă старик куртăм.

такмакла

(-ла), сочинять песни (такмак); петь частушки. Ст. Чек. Альш. Çав хваттирте хĕрсем ташлаççĕ вара, юрлаççĕ, такмаклаççĕ. Ib. Çывăрмалла пуличчен тек юрла-юрла, такмакла-такмакла ташлаççĕ. || Говорить такмак’ом, т. е. размером. Ерк. 124. Чĕкеç туйне сиснĕ пек, хăта пулса такмаклать, çав вăхăтрах тĕлĕк пек еркĕн юрри вăл юрлать. Н. Карм. Такмакласа, в виде такмака (т. е. стихами). Калашн. Пĕр вуларăмăр, такмакларăмăр. || Говорить наговор. N. Юмăç карчăк пек тек такмакласа ларат витнă.

тал

неизв. сл. Самар. † Çӳлĕ пĕр ту çинчен аннă чухне таянайса тăтăм тал çине.

талин

то же, что таллăн. Урав-к. † Талин, талин, тай пурçăн, епле уйрас пĕр вăне. (Правописание повидимому, неправильно).

талăк

(талы̆к), то же, что тавлăк, сутки. Б. Олг. Эп, хамăр Чикме уестне тохсан, олпутран (у начальника) итрĕм: киле яр мана пĕр виç талăка (суток на трое, сутки на три). N. 19 талăк кунĕн-çĕрĕн вăрçрăмăр. N. Ултă талăкра ултă çăвар çăкăр çимарăм. Орау. Чейникрен çӳппине талăкĕ-талăкĕпе те кăларса тăкмаççĕ. Сор из чайника не выбрасывают по целым суткам. ГТТ. (У женщины перед родами) ăйхă вĕçет. Талăк аптăратать.

талĕр

(тал’э̆р), то же, что талир. N. Талĕр, пĕр тенкĕлĕх тенкĕ (продается по 1 р. 50 коп.). Микушк. Талĕр — манит çурăлăх.

талтлаттар

понуд. ф. от талтлат. || О тяжелом и грузном ступании при беге? КС. Ман паталла пĕр çын талтлаттарса чупса çиттĕрĕ. || О тяжелом шаганьи. Сред. Юм. Пит хыттăн ŏтакан çынна: талтлаттарса отать, теççĕ.

тальăр

то же; что талир, талер (монета). Альш. † Ман теветри пилĕк тальăр, пилĕкĕш те пĕр манир. N. † Аттен кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайлам-ши, атте çине тайлам-ши? Атте çине тайлас поль, атте: тальăр парас, тет. М. Тув. † Апай мана: хĕр пăх, тер,— вуник тальăр çакнине. Вуник тальăр çакнн мар, вуник çирĕм çакни çук. С. Тим. † Вуник тальăр пĕр тальăр пуçтарăнат лавккана.

тамаша

(тамажа), диковина, изумительная вещь. Баран. 17. Çилĕлĕ старик пĕр чĕнмесĕр ăсран кайса шухăшлать: ак тамаша! кам пулчĕ-ши? Ib. 24. Мĕн тамаша иккен: йывăçсене эпĕ шарт та шарт хуçатăп, çапах пĕрне те авса пĕкĕ тăваймарăм. Юрк. Ак тамаша!.. ытла ырă пурăннă çĕртен, темĕн-те-пĕр шыраса çӳрет! СПВВ. Тамаша куртăмăр. Ib. Ак тамаша. Вот диковина. Юрк. Мана мĕн тамаша пулчĕ-ши? Куç ӳкмерĕ-тĕр-çке? Тем масар йăвăрлантăм (заболел сильно). ЧС. Атте: лаша апла пулнă, тенине илтсен, хуйхăрса: ак тамаша тата! Паян, килтен кайнă чухне, сывăччĕ. Мĕн пулчĕ тата? Пĕр-пĕр синкер ленкрĕ-шим? терĕ. Ск. и пред. чув. 78. Чĕре чăнах пĕлчĕ-шим? суйса парас тенĕччĕ. Ак тамаша! тĕрĕс-шим? Янтик. Ак тамаша! Ма мана каламасăрах кайнă-ха вăл? Хăй: каламасăр каймастăп, тетчĕ. N. Ак тамаша, вырăс çармăс тăвать! (О rem mirabilem, ex Russa nascitur Tscheremissius!). СПВВ. ИА. Ай тамаша! аплах пулмĕ-çке çак (не может быть этого). Сред. Юм. Акă тамаша, кĕре кĕнĕренпе те авăн çапма пĕр йôраллă кôн полмарĕ-çке ĕнтĕ.. Ib. Ак тамаша, мĕн пôлчĕ-ха ĕнтĕ тăта? Собр. Ак тамаша, самана, ытармалла мар сана. ТХКА 76. Ак тамаша, ку питĕ кирлĕ, вырăнлă япала-çке! терĕм эпĕ. Шибач. Йорлать, поплет, аташать, она итлемешкĕн тамаша! || Нечто чудное и страшное. Изамб. Т. Эпир çапла тамаша куртăмăр (страшное и чудное явление). || Часто выражает досаду. Шорк. Еккей тамаша, пулмарĕ вĕт! Ib. Ах, тамаша, укçа çукки хуплать-ха. (Выражается сожаление и досада). || Беда. КС. Вăл çын паян тамашана кăтартăрĕ (наделал беды). ЧП. Вот тамаша, топрăм хама хам валли. Качал. Пирĕн ачине япала, лашисене тамаша. (Свад. п.). || Обозначает затруднение (= мĕн тăвас, нимĕн тума та çук. Так обьяснил А. С Курушин). Хурамал. † Ула лаша тамаша, ака туртмаç (= туртмасть) тамаша. N. Еккей тамаша! СПВВ. Х. Ула лаша тамаша (= тумаша), ака туртмас мĕн тăвас? Ст. Ганьк. † Ула лаша тамаша, ака туртмаст тамаша. Хура лаша тамаша, суха туртмаст тамаша. Кĕрен лаша тамаша, киле килмест тамаша. Чуптар лаша тамаша, чупа пĕлмест тамаша. Çӳрен лаша тамаша, çул çӳреме тамаша. || Так кричат на лошадь. Амалăк-Кипек. Тамаша! (кричат лошади). || На диво. N. Якур тытса хунă çаран çинче курăк тамаша ӳссе кайрĕ. N. Малтан ку ялти çынсем тамаша аван пурăнатьчĕç (жили удивительно хорошо).

тан

(тан), равный, одинаковый; равно, одинаково, ровно. Çĕнтерчĕ 7. Çу каçа виççĕн тан ĕçлени ахалех сая кайрĕ. N. Çав карапа тунă чух, вăл ытти платниксемпе тан ĕçленĕ. Эльбарус. Кам суха патĕнче пулнисене пĕр тан уйраççĕ. Байгул. † Тавай сикес çӳлелле. Вăрăм çынпа тан (вровень) пулас. Якейк. Санпа тан полас килет. Ib. Эпĕр иккĕн пĕр танах. Мы с тобой одинакового роста. Шишкин. † Икĕ торă лашисем (т. е. пара их) тан чопаççĕ, килхепине тан тытсан (если будешь ровно держать вожжи?). N. † Икĕ хура лаша тан юрта-çке, чĕн тилкепи тăрăх тар юхать; пирĕн çамрăк пуçа нуша килсен, икĕ куçран куç-çулĕ тан юхать. Шишкин. † Тăван, пире мĕн полчĕ-ши — иксăмăр та (= иксĕмĕрĕн те) коç-çол тан йохать? Богдашк. † Хамăр тăвана курсан, икĕ куç-çулĕ тан юхăть. Сала 107°. † Уйрăлатпăр, тăван, уйрăлатпăр, хура куçăмăрсенчен тан юхать. Пазух. Пирĕн кинçĕм Праски пур, шăллăмпа тан ĕçлĕ-ха. N. Эп пыраттăм пахча çуммипе, икĕ кĕмĕл çĕрĕ тан выртать (парочкой, рядышком, на одинаковом отдалении от меня?). Ст. Ганьк. † Вуник купăс тан калать (на один размер). Кан. Эпĕр вăрçăчченхипе танпа пĕрех тырă-пулă акнă (почти столько же, сколько сеяли до войны). N. Эсĕ манпа тан. N. Унта пӳртпе тан пĕр йывăç ларатьчĕ? Бгтр. Вунă пурне вăйĕ тан мар. || Возраст. Сĕт-к. Вăрăм вырăс вут çолать, çави çине сĕвенсе; çак тана çитрĕмĕр, ати çине сĕвенсе.

пĕр тан

равный, одинакового размера; равенство. О сохр. здор. Вĕсенче иккĕшĕнче те çăмарта шурри пекки, крахмал, сахăр, тăвар пекки пĕр танах килет. Регули 970. Вăлсам икш (= икĕш, иккĕш) пĕр тан.

танлăх

(-лы̆х), равенство. Шел. 5. Пур халăхсен те пĕр пек танлăхне..

тан

(тан), наледь (вода, выступающая на поверхность льда). Шибач. Шу тана тохать. Пшкрт. Пăр çине шу токса шăнсарсан: тан тапса шăнса, теччĕ. Тюрл. Йор çине сивĕре шыв татса кайсан, тан тапать. Хурада (Алькеевск. р. ТССР). Шыв танĕ тапса тухрĕ. Якейк. Çуркунне ир çинче шыв тан тапса хăпарса каять. Чув. пр. о пог. 298. Хĕлле пăр пит шăнса хăпарса тан тапсан, çула аслати авăтса тăвăллă çăмăр пулать. Если зимою образуются очень высокие наслуды, летом будут гроза и бури. Ib. 299. Тан тапсассăн, çул лайăх пулать. Если образовались наслуды, будет хороший год. Чураль-к. Юплĕ вартан тан тапать. (Юхакан сăмса). Собр. Пĕр вар пуçĕнче тан тапĕ. (Сăмса юхни). Ib. Икĕ вар вĕçĕнчен тан тапать. (Сăмса шывĕ юхни). Юрк. Хĕлле çырмара тан тапсан, çула урпа лайăх пулат. СПВВ. Тан тапнă пăр. Хурамал. Тан тапса шăннă. ТММ. Атăл çинче тан тапнă. || О воде, замерзающей в посудине. Хурамал. Хĕлле каткапа тула шыв лартсан, çӳлелле хăпарса çурăлса шăнать. Вара ăна: тан тапса шăннă, теççĕ. ТММ. Витрен тĕпне тан тапса çĕмĕрнĕ.

тан

(тан), подр. звону колокола. Сред. Юм. Пысăк чан тан! тан! тăвать. Якейк. Чан сасси танн! танн! тăвать. || Подр. стуку в окно. Альш. Акă лешсем килчĕç, тет те, тимĕрçĕ килте-и? тесе, чӳречине тан-тан! тутараççĕ, тет. || Подр. удару оглобель в ворота? Ау 18°. Туртса пырат та, хапхине тан! тутарса перет, тет. || Алик. Пĕр качака (scr. качак) тан (раньше, кажется, та же идея была выражена словами: тăрст, тăн) тутарчĕ, тет те, шăнкăр укçа пăрахса хăварчĕ, тет.

таната

(танада), тенета, сеть (у охотников). Б. Олг. Таната карса кăчкăраççĕ: их-ох, их-ох, охох, охохI Молкачă тохат, танаташне чопса пырса кĕрсе каят, моталанса ларат, арканса, чăрканса, вара косса пырса, тытаччĕ она. Н. Седяк. Таната — çыхса тăваççĕ; каяк тытма кайсан карса хураççĕ, вара кайăк çыхăнса ӳкет. Чураль-к. † Авăç килет пĕр çын, танатине карнă пуль, çĕççине те хăйранă пуль, тытрĕ пуль, сӳрĕ пуль, шăмат пасарне кайрĕ пуль. Ib. Урам урлă таната карăп. (Ура сырни). N. Пĕр кайăкçă çырма хĕрине таната карнă та, кайăксем тытнă. N. Таната — вĕçен-кайăксене тытмалли япала. Ăна аларан тăваççĕ. Алан хăрах хĕррине çĕклеççĕ те, унта йывăç татăкки лартса, çиме сапса хураççĕ. Вĕçен-кайăксем кĕрессе сыхласа тăраççĕ. || В перен. смысле. N. Пире тăшман танатинчен çăлса хăтараççĕ. Нас освобождают из сетей врагов. ТММ. Çынна йăпăлтатса çавăракан унăн ури айне таната карать. N. Хăй юлташне йăпăлтатса юракан унăн ури айне таната карать. N. Вăл ман урамсене танатаран ĕçерĕ. N. Кам таната карса хурать, вăл хăй танатана çакланать.

танаш

(танаш), равняться, сравниваться, уравниваться. См. танлаш. КС. Тавай иксĕмĕр танашса пăхар. В. Олг. Танашса ларса. Стало вровень. Йӳç. такăнт. 19. Эпĕ ăçтая санпа танашăп? Догаево. Çуркуннене пуш уйăхин тăххăрăмĕш кунĕнче шутлаççĕ, мĕншĕн тесен çав вăхăтра кун çĕрпе танашать. Беседы. Вăл нимĕн пĕлмен ăссăр выльăхсемпе танашать. Хорачка. Манпа танак (= танах) танашат вăл. Полтава 82. Çар ушкăнсем вырăна ав тăраççĕ танашса (равняются полки). Якейк. Ну, ачасам, танашса пăхăр-ха: хăшĕ çӳллĕ, хăшĕ лотра. || Поверстаться. N. Танашрăм. Я поверстался. || Поровняться. КС. Эсир иксĕр хăвăр танашăр.— Танашасшăн мар вăл. Ib. Ĕçлеттерекен хуçанăн вак укçа пулмасан, ĕçлекеннисем укçисене ушкăнăн-ушкăнăн илеççĕ те, кайран пĕр-пĕринпе танашаççĕ. КС. Макçăмпа Йăван танашса пăххăрĕç те, Макçăм çӳллĕрех.

пĕлĕш-танăш

„друзья-приятели“. Якейк. † Пĕлĕш-танăшран уйăрласси пĕр çĕр тенкĕ хăй тăрать. Ходар. Кашни çул çакнашкал хурăнташ-вăрлăхпа, пĕлĕш-танăшпа ĕçсе çиме пар, çырлах! (Из молитвы чӳклеме).

танкăлтаттар

понуд. ф. от танкăлтат, заставлять ступать против воли (тащить с собой). Хурамал. Эпĕ пĕр ачана аллинчен тытрăм та танкăлтаттарса çавăтса кайрăм. ЧС. Çыннисем çавăта пуçласан, луçĕ çавăтакансене кутăн çаврăнчĕ те, хайхискерсене çырма тăрăх танкăлтаттарса илсе кая пуçларĕ. СТИК. Танкăлтаттарсах кăларса ятăм. Я выгнал его толчком, схватив за руку. || Заставлять звонить.

тантăш

(танды̆ш), ровесник, сверстник (приблизительно одних лет). КС. См. танăш. Сред. Юм. Тантăш тесе хăйĕнчен пĕр-ик çол аслă, е кĕçĕн полсан, ей хăйпе пĕр çолта полсан калаççĕ. В. Олг. † Хĕрлĕ холă пак хĕр тантăш, хуа холли пек ул тантăш! Лепле орльсах каяс-ши? Су полăр та, пор полăр, тин те корăп, те кормăп! N. Çамрăк çынна курсан (невеста во время плача: эй тантăшăм, тăванăм (ятне калат), тет. Альш. † Ах, тантăшăм (çавă пур), çиччĕ асăна пĕлместĕп. (Хĕр йĕрри). Тайба-Т. † Тантăш тана килмесен, вăйă выляма кăмăлсăр. Пазух. Ытти тантăш пурте пур, хамăр савни кунта çук. || В знач. прилагательного. Чеб. Вăсен манпа тантăш хĕр пурччĕ. Юрк. † Манпа тантăш хĕрсем, сыв пулăр, хаяр сунса ан юлăр. Манпа тантăш ачасем, сыв пулăр, хаяр сунса ан юлăр. (Солд. п.). || Друг сердца. Чотай. † Тантăшпа тантăш чопнăшăн, тантăш маррисен мĕн ĕç-ши? Юрк. † Тантăш лаша кӳлет: аппа каят, тет пулĕ: манăн каясси асра та çук. Чăв.к. Каласан, кала, тантăш, сăмахна: кĕçĕр санăн çумна кам выртат? Пазух. Çӳл ту çине хăпариччен, юпах тьыха ут пулĕ: килес çулхи вăйăччен хамăр тантăш ют пулĕ. Ib. Тантăш лайăх пулмарĕ, тухассам та килмерĕ. N. Эй манăн юратакан тантăш! Бур. † Урамăрпа иртсе эп пыраттăм, эсĕ чӳрече çинче лараттăн; эсĕех те чĕнтĕн, эпĕ чĕнмерĕм, çиленсе мар, тантăшăм, вăтанса. Богдашк. † Выляясчĕ, куласчĕ, савнă тантăш кунта çук. Альш. † Куçăма ятăм ирĕке, лайăх тантăш суйлама. Ала 71. † Çĕре пусрăм — çĕр путрĕ, шыва пусрăм — шыв типрĕ. Ах тантăшăм, Кĕркури, манран пуçне хĕр пĕтр(ĕ)-им? N. † Турă кăна çырман тантăша илсеех те пулмарĕ мулпала.

тап

(тап), пинать, толкать, дать пинка. С. Дув. † Тапăр-ярăр Сĕве пăрсене, туртăр-илĕр турă çырнине. ЧП. Тапса ярăр Атăл пăрсене. Б. Яуши. Ача, çӳçрен турта-турта, тапа-тапа, аран вăратрĕ, тет, хуçисене. Завражн. Пĕрре тапса сиктерем кона! Ib. Котăнтан тапса сиктерем! (Угроза). Ib. † Ампар алăк ма хора? Хĕветĕр тапса хоратнă. Чураль-к. † Ай пусăк пичи, алăкран аллă тапрăм, тĕнĕрен тăххăр тапрăм, лăпăрлă карчăк çите килет; çӳхеме те çиса ячĕ, такмакама та çиса ячĕ, хама та çиса ярать. Сĕт-к. Урамри каская тапса йăвантарияс çок (пинком с места не скатишь). Ib. Вăл осал йăтта тапса йăвантарса ямалла анчах (оттолкнуть ногой)! Сред. Юм. Котран тапса сиктерĕп! Пну в зад! N. † Кăмака çине вуртнă та (она легла), тараккан тапса вĕлерчĕ (мою жену). ГТТ. Тата тапса илчĕ. Пнул несколько раз. Çĕнтерчĕ 51. Тапса сиктерес килет. Янтик. † Туя начар тумашкăн, пирĕн аппа начар мар: тапсан, тăва çĕмĕрес пек. || Лягать. N. Лаши вĕсен тапаканскер (лягливая) пулнă мĕн. || Карабкаться, подниматься? ЧП. Тапма илтĕм тăваякки, çума илтĕм шурă чăлха. || Отталкиваться, приседая (во время катания на качели). Ск. и пред. чув. 31. Ярăнакан маттур хытăран хытă тапса ярăнать, çăка чĕтренет. || Бить (копытом). N. Унпа çула (на ней, в дорогу) тухсассăн, тапса-тапса вăл туртат (лошадь). Альш. † Пичче йăмăк (мдадшею сестрою брата) пуличчен, пичеври даша (пристяжная лошадь) пулас мĕн, тапса туртса çӳрес мĕн. Ой-к. Вара хай лаша тапрĕ-сикрĕ, тапрĕ-сикрĕ, тет те, вите алăкне çĕмĕрсе тухрĕ, тет те, часрах чупса, Иван патне чупса çитрĕ, тет. Н. Карм. † Çӳлĕ кăна тусем, ай, çийĕнче тапса çиет касак (исконно-чувашск. хусах), ай, лашисем. || Отдавать (о ружье). СТИК. Пăшална пере пĕлмесĕр, янаххăна çĕмĕрттерĕн! Ăна иккен хул çумне терĕнтерсе пемелле, эпĕ хулран аякка алă вĕççĕн тытса тăрап, Персе ярсан, çав тапрĕ те, чут кайса ӳкеттĕм. || Бить (о ловчей птице). Елбулак. † Тапрĕ-карĕ шурă аккăш чĕппине. Синерь. Ăмăрт-кайăк анса тапрĕ те, чул саланса кайрĕ, тет. КС. Хĕрен (ястреб) чăхха тапса вĕлернĕ (зашиб). || Бить (шерсть). ЧП. Çăм тапакан мăкшăсем. || Биться (о сердце, пульсе). N. Унăн чĕри пĕртте тапмасть, вăл ĕлĕкхи суранĕсем ыратнине туймасть. Пшкрт. Манăн чĕре хыттăн тапат (таβат). N. Тымар тапать (бьет). N. Чĕре тапать. Т. IV. Алă тымарĕ тапма чарăнсан, çын вара вилет, тĕççĕ. || Падать (о подставке скрипки). Нюш-к. Купăс кĕсри тапать. Подставка у скрипки (если ее косо подставить) падает. То же выражение и в Сред. Юм. || Удариться (т. е. направиться куда). Кан. Хламăв та, кайăкла, сивĕрен ăш енелле тапать. Сред. Юм. Тăвалла тапаççĕ = тăвалла каяççĕ. Ib. Паян тура (на горе) вăйă тохнă тем, ачапчасĕм пĕтĕмпе тăвалла тапрĕç. Ib. Паян ачапчасĕм порте анаталла тапаççĕ (= анаталла каяççĕ). N. Эпир, уна курсан, килелле тапса анчах сикрĕмĕр (ударились бежать). Янгильд. Манăн йолташ Артеми, пăрçана, хăмăлĕпе татса, ачасам сасă илтĕннĕ енелле тапса сикрĕ. Янгльд. Эпир пăртак анчах çитменччĕ, мулкачă çури тапса, сиксе тухса карĕ (выскочил резким прыжком и побежал). Собр. † Ямшăк лаши янт лаша. Ларса тухам, терĕм те, тапрăç-сикрĕç (бросились), мĕн тăвас! || Отгонять. КС. Кайăксам хурчкана тапаççĕ (гонят). Ib. Шăнкăрч йăви патне кушак пырсан, вăл кушака тапать (гонит криком и норовит ударить ее). КС. Крик мĕлле кайăк та, хурчка чĕпписем патне çывхарсан, тапать (отгоняет, старается отогнать). || Щелкать пальцем. Изамб. Т. Çанкаран тапмалла выляр! Давай играть в щелчки. Ib. Хурипе хурине, шуррипе шуррине тапаççĕ (в игре). Ib. Кам кама миçе шакă ытлашши парать, ул уна çанкаран çавăн чухлĕ тапат. || Производить давление, толкать. Эпир çур. çĕршыв З4. Пăспа тапса машшин чавсисем пăрахут урапине çавăраççĕ. Кан. Итталире тинĕс хĕрринче ларакан хими савăчĕн труписем тапса çурăлса кайнă. || Набивать. Янш.-Норв. Таврашне (приданное имущество девушки) тата икĕ çӳпçе тапса (битком) тултарнă (наполнены. В др. гов. посса). || Отбивать такт (во время игры на музыке). АПП. Вăрăм чăрăш тăрринче тапса калать хут-купăс. Аскульск. † Тапарах та сикерех, уратине хуçарах; эпир тепĕре киличчен, çĕн(ĕ) урата хурайĕç. N. Тапса пырать. || Плясать с притоптыванием. Алших. † Тумĕç, терĕç, хĕр сăри, турăмăр та тапрăмăр. || Ударять. Ст. Шаймурз. Ача çĕнĕ çыннăн сăмсине пырса тапат та, çĕнĕ çыннăн сăмси шыçса кайса кăкăрне çитет. || Кидаться (в нос). N. Ăçта ан пыр, пур çĕрте те тутлă шăршă калама çук тапать. || То же о газе в шипучих напитках. Альш. Памарски квас ĕçрĕмĕр те, сăмсаран тапат. || Хлынуть, хлестать. Ёрдово. Çырма-çĕрмесенчен шыв тапса анать. Яноре. Килнĕ чухне пăр çинче туçса ӳкрĕ те, сăмсинчен юн тапма пуçларĕ. N. Йон тапать. О сохр. здор. Ăшран юн тапать. N. Паян питĕ вăйла шу тапса анчĕ. N. Йĕркесĕрсенĕн пурлăхĕ пĕр тапхăра тапса анна шыв пек пĕтсе ларать. КС. Сăмсаран юн тапать (хлыщет кровь). Тюрл. Сăмсаран юн тапнипе аптрать. Страдает кровотечением из носа. N. Хăвăн халăхна инкек-синкексенчен, хирĕç тапса килекен хумсенчен хăтар. || Разливаться, выбивать. ТММ. Çырма тапат, река разливается, выбивает. N. Вунă кун вăрçсан, шыв тапса тухрĕ. Альш. Шуртан, лачакаран тапса, яла пĕтĕмпе шыв кĕрет. Ст. Чек. Тан тапат (пăр çине шыв тапса тухат, вара хутлă-хутлă пар шăнат). N. (Шыв) пӳлĕнсе (вар. тапса) хӳме пек пулса тăнă. || В перен. см. о толпе. N. Нумай халăх пĕрле тапса килчĕ, тетĕн.

тапалан

(табалан), толкаться, пинаться, дрягаться; барахтаться. Ир. Сывл. 7. Унта та кунта выльляс шутпала, пĕр-пĕрин тăрăх тапаланатьчĕç. N. Тапаланса (или: тапкаланса) выртать. Лежит и барахтается. || Валяться (в чем, о пьяном человеке). Пшкрт: вос’ э̆ссэ̆р (пьяный) с’ын таβаланза вырдат (валяется). || Карабкаться. Янтик. Пĕр çын тăвайккине тапаланса ухать (тапаланать). N. Чĕпписем амăшне итленĕ те, тытăннă çаксем çăмарта хупписем ăшне тапаланма (лезут в скорлупу). || Тащиться (о пароходе). Ир. Сывл. 24. Тапаланать малалла „буксир“ тенĕ япала. Кан. 90 çухрăма 20 сехет тапаланса хăпарнă хыççăн. „Чайкă“ пристăнь çумне пырса тăчĕ (пристала к пристани, но правильнее сказать: „пырса ларчĕ“). || Альш. Хуçа арăмĕ сĕнет. Çук, çимеççĕ лешсем: сĕтел хушшинчен тухаççĕ тапаланса. N. Унтан тапалана-тапалана çапах та шывран тухрăмăр. || Шевелиться (о плоде). Кан. Пĕтĕ ĕнен пăрушĕ тапаланни палăрать. || Противиться, repugnare. Ашшĕ-амăшне. Кĕркури хирĕç пĕрте тапаланман. || Стараться выйти из затруднения. Ст. Чек. Лаши вилчĕ, вăл-ку пулчĕ, çапах та вилмес, тапаланса пурăнат (старается жить). Сборн. по мед. Ĕмĕре аван пурăнса ирттерем, тесен, пурăнăçшăн мĕн кирлине пĕлме, пĕлменнине вĕренме тапаланас пулать. Капк. Шупашкарта тепĕр шкул уçма тапаланас. Сред. Юм. Тапаланать, старается не по силам. || В перен. знач. ГТТ. Вĕренесшĕн тапаланать. Стремится к учению. N. Çынăн чунĕ пур чухне, çын малалах тапаланат.

тинĕс таппи

сиктерет. || Ст. Чек. Тапă, шустерне ларат (вод. мельн.). || Водопой (скота). || Шпоры петуха. Б. Олг. Атан таппи. || То же, что тавă. СПВВ. Сурăхсен çăмĕсене илсен, кайран пĕр уйăхран çăмĕсем пĕр çĕре чăмăрккаланнине тапă теççĕ.

тапăç

пинаться, лягаться. Средн. Алг. Икĕ çӳрен, пĕр кĕрен, тапăçаççĕ витерен тухасшăн. Слеп. Утсам кочĕсене çавăраççĕ те, тапăçаççĕ. КС. Лашасам тапăçаççĕ. || Спорить, тягаться. N. Эсĕ манпа тапăçса пултараяс çук. Хастарлăх 25. Пурĕ те пĕр пулатпăр вăрçма-тапăçма. N. Манăн кунта хуласенĕн çарĕ, вăйсене танлаштарса (вар. тапăçса) пăхăпăр. КС. Манпа тапăçса пултарăн-и вара? || Маяться. КС. Паян питĕ хытă тапăçрĕ вăл (= тертленчĕ, помаялся) вăл (этой) муклашкапа.

тапăçкала

учащ. ф. от тапăç; драться. Ыраш 33. Пĕр тĕлте çĕçĕсемпе те тапăçкалаççĕ.

тапăш

(табы̆ш), то же, что тапăç. N. Выльăх пĕр-пĕринпе çыртăçать, тапăшать. Сред. Юм. Лашасĕм тапăшаççĕ (в Тюрл. тапшаççĕ), лошади лягаются. N. Коçченеçе, çав ваконра тапăшса ватнă орине тесе, ытла кансĕр полчĕ. || Тягаться. Тюрл. Сынпа çын тапшать (тягается). СПВВ. МА. Тапăш е парăш.

тапкала

учащ. ф. от гл. тап. Н. Сережк. Çуна çине лараттăм та, кăшкăрашса, урасене тапкаласа анаттăм. Орау. Ăрам тăрăх пăх тапкаласа çӳрет (гоняя говяхи). N. Пĕр урса кайсан, ачине тапкала-тапкала хĕнет. N. † Шур шăналăк хыçăнче тапкаларăм эп сана.

тапкалан

дрягаться, брыкаться. Сĕт-к. Алли-орипах тапкаланать. Изамб. Т. Выльăха çыхса пăрахсан, тапкаланат. ЧС. Эпир унталла-кунталла пăхрăмăр та, кӳршĕсен лаши пиртен инçех те мар, çул çинче турта хушшинче тапкалаиса вырта парать (дрягается). Орау. Лашана пăвансем аптăратрĕç: хӳрипе çапкаланса, тапкаланса анчах пычĕ. ГТТ. Алли-урипе тапкаланать. Сорм-Вар. Упа Ахматяка йăтса тапкаланса пырать, тет. || Биться, пытаться. Стюх. † Анкарти тулĕнче пĕр мулкачĕ, тапкаланат анкартне кĕресшĕн.

тапкăч

подпорка, кронштейн (у „пир вырăнĕ“).|| Чертаг. Тапкăч, хăййи, хирлӳ, ôкçу (у шерстобитов). Питушк. Тапкăч, то, чем, бьют шерсть (катеринка). См. окçу. Вута-б. Тапкăч, упорка, упирает верхнюю ручку ворот, чтобы ворота ходили на одном уровне. || Шпоры петуха. Хорачка. Ст. Чек. Автан тапкăччи — чĕрнисенчен çӳлерех, икĕ уринче те хире хирĕç тăраççĕ. Автансем çапăçнă чух пĕр-пĕрне çавăнпа чавтарса юнлантараççĕ. || Упорина у пилы-ножовки. См. __алă пăчăки [алă пили (-п̚иλиы)].

тапса тох

появиться во множестве. N. Таçтан тапса тохрĕ. Откуда-то явились во множестве (орутi, т. е. пушки и т. п.). Упнер. Тапса тухнă (появились во множестве, тараканы). Сред. Юм. Орпа çине хĕрлĕ чечек тапса тохнă (в большом количестве выросли красные цветы). Хорачка. Пахчара ус тапса тохнă. Тайба Б. † Çине витмен мунчана тапнă тухнă вĕт мăян (выросла во множестве). Икково. Сĕлĕшне похра тапса тохнă. О сохр. здор. Çан-çурăмне хĕрлĕ шатра (красная сыпь) тапса тухать. N. Онăн омлисене татса çисассăн, тота-çăвара кĕсен тапса тохать. || Появиться неожиданно, вдруг. N. † Эпĕр пырас çул çине тапайса тухнă пĕр тулă (взошла пшеница). Мусир. † Вырăсла хапха тăпсине тапнă-тухнă пĕр курăк. (Тапрĕ-тухрĕ — обозначает скорость появления, человек не заметил, когда появились они). N. † Тапнă-тухнă сарă чечек. N. Шăрш тапса тохрĕ. N. Тусан тапса тухрĕ. Сразу поднялась сильная пыль. Çутт. 116. Çил кĕрлесе тапса тухнă. || Пробиваться (о растительности). Богдашк. Çав анат-кас ачисене тапнă тухнă мăк-сухал. || Просочиться. Сред. Юм. Ман кĕççĕр çăпан шăтнă та, кĕпе витĕр (сквозь рубаху) тапса тухнă.

тапак

(табак), табак. СПВВ. N. Тапак пуçа анăраттарать (одуряет, дурманит). Кан. Çав укçана вăл пĕтĕмпех тапак туртса пĕтернĕ (истратил на курево). N. Тапакнĕ пĕрер пероскă торттартăм (дал покурить). N. Хуйхăпа тапак туртма (курить) вĕрентĕм. Якейк. Вăл чĕлĕм тортмаçть, сăмсая тортмалли тапак тортать (не курит, а нюхает). Собр. Йĕкĕр çăла кĕрпе ярап. (Сăмсана тапак туртни). Моркар. Çавнан (= çавăнтан) вара салтак çич çолтанпа уçман тапак пураккине, тапак тортма та пăрахнă. Ib. Салтак есрелĕ пынă çĕре тапак пураккинчен сăмсана тапак шăршласа тăрать мĕн. Изамб. Т. Тапак хырăма тăрантмаст. Шибач. Тапак торт, нюхать табак. Альш. Кил-ха, тапак турттар! (Говорят ребенку, пощупают, потом чихнут и говорят: чху, ай-ай, тапак хăватлă!). См. аччу. || Nomen penis commune, quod cum in sermone familiari usurpatur nullius pudorem laedere solet. Русак. Тапак вĕçне çуралнă чухне касмаççĕ (чуваши-язычники). Ăна турă ытлашши паман; мĕншĕн вĕсем (татары?) ăна касаççĕ? Çавăнпа ăна эпир ĕненместпĕр (теççĕ). Орау. Тапак — у детей лет до 9—10—12. (Говорят и о взрослом; самое приличное название). Трхбл. Тапак, реnis (в др. пп. тапаккăн, тапакка; тапакки, тапаккин, тапаккипе; но тапак, tabacumт, имеет в др. фф.: тапакăн, тапака; тапакĕ, тапакне). Качал. Сак хĕрĕнче пĕр чĕрнесĕр пурне. (Ача тапакки). || Membrum parvuli. Янтик.

тапă

назв. ярмарки, которая бывает каждое воскресенье после пасхи и троицы в лесу на поляне. Çамр. Хр. 1929, № 24, 2. Мăштавăш (Шупашкар районĕ) патĕнче, вăрманта, тапă пулса иртет. Кунта çамрăксем питĕ нумай пухăнаççĕ. N. Эх, килте тапă-ярмăкĕсене кайса çӳрени питĕ аса килет. N. Полтăран таппи, маленькая ярмарка, бывающая по воскресеньям, начиная с фоминой недели и кончая вознесеньем. Ярмарка бывает на поляне около д. Мошта-уши. Нюш-к. Тапă — çуркунне, çурхи ака пĕтиччен. Тапă кунĕ аксан, тырă пулмасть. Унта каччăсем, хĕрсем, ватă çынсем, ватă арăмсем курма тухаççĕ. Сăра, эрек сутаççĕ. Пĕремĕк, кăнафит, хĕвел-çармăш сутма кăлараççĕ. Апат çисе, тумланса тухаççĕ, кăнтăрлара, кăнтăрла иртсен саланаççĕ. Хĕрсем ĕретпе ăрампа тăраççĕ, пĕр-пĕринпе калаçаççĕ, каччăсемпе паллашаççĕ. Каччăсем хĕрсене çавăнтах лартса каятьчĕç, тет, ĕлĕк. Хăшĕ лашсемпе пырать. Темиçе ялтан пухăнаççĕ. Каччăсем хут-купăссемпе пыраççĕ. Арçынсенчен ваттисем те, каччăсем те эрек, сăра ĕçеççĕ. Каччăсем хăшĕ хут-купăспа хĕрсем тăрса тухнă ăрампа çӳреççĕ. Каччăсемпе хĕрсем калаçкалаççĕ те юмахлакаласа.

тапăлтат

(-дат), топтаться. М.-Чолл. Сасартăк темскер тапăлтатса пырать, çавăрнса пăхрĕ те, — кăвак кашкăр. || Барахтаться, дрягаться. Тюрл. КС. Пĕр сурăха те чĕмере ернĕ: тапăлтатса выртать (дрягается). Скотолеч 7. Чĕмерепе сула пулсан, лаша урисемпе тапăлтатать. Кан. Пĕчĕк ача пек тапăлтатса çухратăп. Сорм-Вар. Упа карчăкки ларчĕ (на лопату), тет те, Ахматяк карчăка çавăрчĕ-чикрĕ, тет, кăмакана. Карчăк тапăлтаттăр, тапăлтаттăр, тет те, вилсе карĕ, тет. || Болтать, бредить. Çĕнтерчĕ 22. Тухса каясшăн мар тапăлтатса. Кан. Виç талăк тапăлтатрăм.

тапăн

(табы̆н), приставать, наседать. Сятра. Кĕсруна паратни, мăкăрна паратни? тесе тапăнат, тет, хоçине. Шурăм-п. Çимен амăшне: хăçан çиме лармалла, тесе, тапăна пуçларĕ. Шибач. Она тапăнчĕç çак картла выллякан хоçасам (хозяева): вот, тет, йомах каласа кăтарт, теççе. КС. Укçа тĕлĕшĕнчен эпĕ санах тапăнас тетĕп. Насчет денег я хочу обратиться к тебе же. N. Çынна тапăнат хытă (пристает). N. Эсĕ мана ма хытă тапăнатăн. Çĕнтерчĕ 36. Йăтă тапăнса (ожесточенно) вĕрни илтĕнет. || Напасть. Сĕт-к. Мана тапăнчĕç. На меня напали (пристали ко мне с предложением). Янтик. Ĕнер каç Ентюк пиччене вăрăсем тапăннă, тет, анчах тусур (ночной караульщик) хуçисене тăратнă та, вăрăсене хăваласа янă. Пшкрт: соҕа патн’а (кайсассăн), утн’а шы̆на таβы̆нза. Бел. Вăрă-хурахсем тапăннă çын пирĕн ялти Левруш пиччех пулнă. Кан. Калчасене хурт тапăннипе тапăнманнине асăрхамалли. || Цив. Каç, Качака Илюкĕ Илюк маткине тапăннă, тет: анчах ачисем кăшкăрма пуçласан, тухса тарчĕ, тет. Ст. Чек. Аптранă кăвакал амăшне тапăннă. См. аптăра. Трхбл. Ун арăмне вăрманта теçетник (лесник) тапăннă (напал с целью изнасиловать), тет. || Наступать. Истор. Урал тăвĕ урлă каçса Çипир (Çĕпĕр) çĕрне кĕрсенех, тутарсем Ермака тапăна пуçланă. || Пытаться, пробовать, приниматься, браться. Сред. Юм. Мĕн пôлать, тапăнса пăхар-ха. Пуяс тăк та, çакăнпа пуйăпăр ĕнтĕ, пĕтсен те, çакăнпа пĕтĕпĕр. (Предлагает решиться на большое дело). N. Çав вăхăтра шывран пĕр пулă тухнă та, ăна çăтса яма тапăннă (вознамеридась проглотить его). Истор. Вырăссем вĕсен Измаил ятлă креппăçне икĕ хутчен илме тапăннă, анчах ниепле те илеймен. Сред. Юм. Тапăнса пăх-ха (попробуй-ка), çĕклейретне, çĕклеймесне (поднимешь или нет)? Ст. Ганьк. Пуртăр витмест, хурçăр витмест, мĕшĕн тапăнатăр юмана (= мĕн пикенетĕр юмана касма)? || Покушаться. Изамб. Т. Пĕрре кĕркунне вăрăсем пирĕн сурăх картине кĕме тапăннă. Ib. Тула чупса тухма тапăнатчĕ. || Приниматься, браться (за что). N. Усал ĕç тума тапăнни. Трхбл. Вĕсем ĕçке тапăннă халь. Они теперь заняты пированием. ЧС. Мĕн тăвас, аптранă енне вара эпĕ киремете тапăнаттăм укçа шырама. Собр. Вăй çитменнине ан тапăн, теççĕ. Не берись за непосильное дело. (Послов.). Изамб. Т. Вăрăсем кĕлет çăраççине çĕмĕрме тапăннă та, çĕмĕреймен. || Начинать. Сред. Юм. Вилме тапăнсан илсе килчĕç. Привезли, когда он уже был при смерти. N. Ашшĕне тархаслама тапăнать. || Собраться (сделать чта либо). Чăв. й. пур. Çуркунне, урам хушши хуралсан, армана кайма тапăннă (собрался ехать). Ib. Алă пусакансене ирĕксĕр хăратса, хĕнеме тапăнса пустарттарнă (заставили расписаться, приложить руку). || Вымогать. Ала 9°. Лешĕ ватă хуçа çапах та арăма ирĕк-сĕрех тапăна пуçланă, тет,

тапăрла

(табы̆рла), пришпоривать, побуждать. N. Лаша çине утлансан, тапăрласан (если пришпорить), лаша чопать. КС. Лашине тапăрларĕ те (пришпорил ногами, так как у чуваш шпор не бывает), лаши картах сикрĕ. || Собр. † Пирĕн аттенĕн сар лаша, сар лаша та сар çуна, кӳлсе ларас пĕр савăк. Пĕре чупат тапăрлат, кайри урисем виç чалăш юр сирпĕтсе пыраççĕ. (Песня очевидно записана неточно).

тапăртаттар

понуд. ф. от тапăртат. Paas. Ан тапăртаттар урăна (в др. гов. урупа). ТХКА 47. Туя кӳлçе кайса, тапăртаттарса, ташлатса, пуçа ывăтса, хӳрине тӳлесе, çилхине хĕрлĕ, симĕс, сарă лентăсемпе çивĕтлесе, туй халăхне тĕлĕнтермелле лашасем пулман та пирĕн. || Скакать. КС. Сутнă лаша киле тапăртаттарса килчĕ (прискакала). Яргуньк. Выртса йăванчĕ те, пĕр хуп-хура, тĕнчере çук лаша пулчĕ те, хула хушшинче тапăртаттарса çӳрет, тет. СТИК. Халĕ авăна харăс-харăс çапмаççĕ, тапăртаттарса çапаççĕ (не враз, а с перебором). || Пробирать (кого). Буин. 155. Тапăртаттарса илчĕ. Пробрал.

тапран

(-ран), двинуться, сдвинуться, тронуться. Маштануши. Козловкăран кăшт тапранса карăмăр анчах (отошли), пирĕн проххота тепĕр проххот пырса çапрĕ те, ватса пăрахрĕ. N. Анса çитеспе темĕскертен хăрарĕ те, темскер пек тапранса кайрĕ. Сĕт-к. Эпĕр ана çинчен тапраннă чох хĕвел чыллай çӳлтеччĕ. Альш. Çынсем тин тапрана-тапрана тухаççĕ-ха: кăшкăраççĕ, шатăртатаççĕ, пĕр-пĕрне вăратаççĕ. Ст. Чек. Пăр тапраннă. Лед тронулся. Ала 86°. Хай çын пĕр хырне ярса тытрĕ, тет те, тăпăлтарса кăларчĕ, тет; унпа пĕрле çур хула тапранса тухрĕ, тет (т. е. он выворотил вместе с сосною полгорода). Хорачка. Атăл тапранса карĕ, пăр йокса карĕ (тронулся). N. Эпĕ темĕн чухлĕ тапранимасăр выртрăм (лежал, не будучи в состоянии двигаться). Чăв. й. пур. 10. Лаши вара тапраннă-кайнă (повезла, сдвинула воз). Орау. Ирех лаша кӳлсе тăратнă паян, нимпе те пуçтарнса тапранса каяймаççĕ. Собр. Çил вĕрмесĕр йăвăçсем тапранмаççĕ. (Послов.). || Начать выпадать, вылезать (о волосах). Пиçенер. † Сар ока пак (золотистые) çӳçĕмччĕ. Çорхи çилпе тапранчĕ, кĕрхи çилпе тăкăнчĕ. || Сильно надорваться (напр., о пояснице), повредиться. Орау. Пилĕк тапранчĕ. Надорвал поясницу. N. Çанта çухра (çывăхра) снарат çорăлса (ă)шчикă тапранчĕ. Бугурусл. Вăл пĕр мăйăра катакан асав шăлĕ тапранĕ (стронется с места, повредится). N. Пĕтĕм шăм-шак тапранчĕ (стали ныть). N. Çан чух питĕ хытă хăрарăм, чĕре тапранчĕ, хăракан пултăм. N. Чон тапранчĕ манăн. N. Ăшчик тапранчĕ (От страха). || О пульсе. Собр. Ал тымари тапрансан, çын вилет, теççĕ. || Собраться. Торп-к. Ирхине, ăстасем Хум-пуç петне тапрансассăн (пошли, собрались), йытă çӳри вăрттăн амăшне хулхаран калать, тет. Коракыш. Вара çавсем (они) каяла килме тапрансан, çав çăкăр тĕпренчĕккисене йăлт кайăксем çисе пĕтернĕ, тет. Толст. Çумăр тапранат. Собирается дождь. N. Çĕрле аслатиллĕ çумăр тапранать. Ст. Яха-к. Вĕсем пирĕн пата анчах килес тесе тапраннăччĕ (собрались было), Елексантăр пичи пычĕ те, хăй патне илчĕ-кайрĕ. Шибач. Хай арăм тапранчĕ кайма, шорă кĕпесем тăхăнчĕ, çӳхӳ пĕçерчĕ пĕр такмак, сăра ăсрĕ пĕр витре. Хорачка. Хола (= холая) кайма тапранса. N. Унтан эпĕ тапрантăм шкула кайма. Чураль-к. † Ах, кинçĕм Пăраски, час тапранса часах туя; час тапранса тохмасан, хăван таврашпе тухмасть, тет. См. тавраш. N. Кайма тапрантăмăр (собрались). |! Зашевелиться. Тип-Сирма. Ылтăн хăма уçăлĕ, хурт-кăпшанкă тапранĕ. (Тул çутăлни). || Начинаться, произойти. Панклеи. Киремет мĕле-мĕле (= мĕнле-мĕнле) тапранса кайни халап пор (существует предание). N. Ку вăрçă стан тапранса тохнă-ши! N. Вăрçă тапранчĕ. Сред. Юм. Ыран хĕр-туй тапранать. Завтра начинается свадьба. Ядр. Вăл сĕрен мункун ыран пулать тен чух тапранать. N. Хĕл иртсен, çуркунне тапранса каять. Альш. Çав кунсенчех тапранчĕç çилсем — япаласене кӳртрĕмĕр, лăпланас енне кайсан. || Приняться. Юрк. Вăл япаласене ĕлĕкрех çырма тапраннăччĕ те, вахăт çук пирки çак кунсенче тин ĕçлеме тытăнтăм. Т. IV. Шăши курсан, тума тапраннă ĕç малалла пымасть. Paas. Тапранчĕ макăрма. || Подняться (о ветре). Панклеи. Çил темскер пек тапранса тоххĕр. Поднялся сильнейший ветер. || N. Шыв тапранса анать. N. Шыв тапрансан яраяс çук. || Excitari. Тюрл. Манăн тапранать (mentula aut cunnus). Янтик. Чĕлĕм туртсан тапранать (mentulа), вуник кунсăр чарăнмасть.

тапрат

(-рат), сдвинуть, стронуть с места, шевелить. N. Вырăнтан та тапратмалла мар. С места не сдвинешь. Г. А. Отрыв. Шалт тăрмашаççĕ —тапратса яраймаççĕ урапана. N. Улпут ывăлĕсем тем чухлĕ хăтлансассăн та, чула вырăнĕнчен тапратаймарĕç (не стронули), тет. Чотай. † Кçал та пира çын çини ик пар лаша тапратас çок. || В перен. см. Бр. и. водку 5. Орау. Ăна вырăнтан алхапăлтах тапратаймăн. Его ничем не развеселишь. || Начать. ГТТ. Эпĕ тапратса анчах паратăп (кладу начало), çырмалли маяк, çул анчах кăтартса паратăп. В. С. Разум. КЧП. Тапратнă ĕçе туса пĕтер. N. Ахаль калаçса ларнă хушăра чуна çăласси çинчен те тапратса калаçатăп (завожу разговор). Кан. Ĕçкĕ тапратса ярса, пĕр чарăнмасăр талăкĕпех ĕçнĕ. Регули 566. Ыран ĕçлеме тапратăпăр (поçлăпăр). ЧС. Сак çине ларса калаçма тапраттăрĕç. N. (Ачасем) пĕр-пĕринпеле шывпа сирпĕтмелле выляма тапратрĕç. || Упоминать, вспоминать (в разговоре). N. Сана тапратсан, питĕ макăрать. N. Кам мана тапратса сăмахлат, çавсене пурне те салам калăр. Юрк. Кĕсĕм килне таврăнсан, укçа пирки калаçнине пĕрте тапратса калаçмаççĕ те (не заводили речи)… || Беспокоить. Вир-ял. † Пирĕн пек çамрăк ачасене çын тапратман кун иртмес. (Можно понять и в предыд. знач.). N. Чĕрене тапратакан сăмах, „убийственные речи“. || Побудить кого к чему (научить). В. Олг. Коракыш. Патша арăмĕ чĕлхеç пулнă, Ивана арăмĕ çинчен мантарнă та, хăйпе пĕрле венчете кайма тапратнă. || Тревожить, повредить (напр. поясницу, кору дерева). || Возбуждать. ГТТ. Шухăша тапратать. Поднимает вереницу мыслей. Возбуждает (чипер арăмпа калаçсан). N. Сиввĕн-сиввĕн çил вĕрни, лапка-лапка юр çăвни, çынсен чунне тапратать, хĕлле çине пăхтарать. || Встревожить, всполошить. Paas. Шик шăхăртăм, йăттăне тапратрăм. ГТТ. Чĕрене тапратать. Хватает за сердце (песня). Вредит сердцу (вызывает ненормальные явления в сердце). || Вымнеть. Ст. Чек. Ĕне тапратат (за З недели до отела). Признаки: вымя увеличивается, перестает доить, çинтĕр ярат). N. Ĕнисем вĕсен тапратаççĕ те, пăруласа параççĕ. N. Тапратат (или: таппăратат, о корове). Юрк. Ырхан ĕне аван тапратса тултарса, аван пăру туса парса, аван та нумай сĕт парас-и (может ли дать)? КС. Ĕнисем (упомянутые коровы), самай тапратнă чух мăнтăрскерсемех, сасартăк тăрайми пулчĕç. Альш. Ĕне тапратса тултарнă (завымнела, скоро отелится). Ib. Вăл тапратса тултарнă, час пăрулĕ. N. Тата пĕр путек пулнă. Тăватă сурăх тапратса тултарнă. N. Ĕне час пăруламалла-и? тапратат-и вăл? N. Сорăхсам пранламан, тапратаççĕ. См. тăпăрăслă. N. Ĕне пăрулас патнех çитет, тапратнă сĕт полать. || В шутку о женщ. Сред. Юм. Тапратса толтарнă ĕнтĕ, халех пăрулать (матка, т. е. жена).

тапта

(тапта), топтать. С.-Устье. Упасем ампара(л)ла пĕр-пĕрин çине тапта-тапта кĕрсе пĕтрĕç, тет. Г. А. Отрыв. Мăн çул хĕрне кайса, пилĕк таран çĕре алтса кĕртсе, таптаса лартнă (зарыл „Чĕкеçук чĕлхеçе“). Чураль-к. Ут таптасан — хирĕç вăрăнни (во сне). С. Айб. † Çерем çинче чавкапуç, ăна эпир таптани; çав кас хĕрсен усаллăх, ĕсе (= вĕсене) эпир ятлани. Юрк. † Çав ялсенĕн хĕрĕсене тап! ӳкер те, тапта кай. Вишн. 73. Пусса (в колодец) выльăх тислĕкĕ ан кайтăр, тесе, ун йĕри-таврашне тăм сарса таптаса хытарас пулать. || Наступать ногами. Эльбарус. Ĕнисем ман хыçран таптама хăтланса, мĕкĕрсе, вăрмана янтратса, çĕмĕрсе пыраççĕ. N. Лаши хыçран пĕртте юлмаçть, хыçран таптасах пырать (не отстает). Тимяши. Вăл анчах илсе каясшăн пулмарĕ: çынсем таптĕç, тесе. || Истоптать (хлеба в поле). || В перен. см. ЧП. Ыр çынсемпе ан çӳрĕр, начарсене таптаса. Собр. Çамрăк пуçăм çине тăшман таптать. || Sabire. Ст. Чек. Автан чăхха таптат.

таптат

понуд. ф. от гл. тапта; задавить. К.-Кушки. † Эпĕ пыраттăм урампа; хранцус явлăк таптатса (так что лошадь ступала по платкам их топтала). Чăв. й. пур. 21. Пĕр вăхăтра мункунта ултă лаша кӳлсе урам тăрăх çӳренĕ чух пĕр ачана таптатнă (задавил). N. Таптатсах пырат хыçран. Едет сзади так, что почти наступает на передних; может быть, и гонит лошадь.

тапхăр

(тапхы̆р), раз (момент, прием). N. Пĕр тапхăр çирĕ. N. Хăйĕн юнĕпе пĕр тапхăр кĕрсе, ĕмĕрлĕхе хăтару тупнă. N. Эп онта темиçе тапхăр та кайнă (темиçе те). ТРМ. Унтан татах пĕр тапхăра вĕренме çӳрет те, каллах пăрахать. Туперккульос 29. Е çăмăр айне пулса, пĕр тапхăр çӳçенсе илеççĕ. Юрк. Санăн упăшку, çамрăкскер, тата çичĕ тапхăр та авланма пултарать. Сам. 56. Куккук сасси тапхăртан (временами) килет унтан янтраса. Ск. и пред. чув. 81. Татах тепĕр тапхăрне туйне турĕç çунтарса. || Период, стадия (неолог.). Кан. Вăрçă тапхăрĕ хыççăн арканнă пурнăçа юсас тапхăр çитрĕ.

тар

(тар), fugere, бежать. Н. Шинкусы. Ачи çăкăра илчĕ те, тара пачĕ. N. Школа çитсен, эпĕ кĕртĕм те, алăк патне тартăм (убежал к двери). Сред. Юм. Çавăн сăмаххипе тартăр (убегли), кона пĕлнĕ полсан эп вырнтан та тапранмастăмччĕ. Ib. Ôн çине пăхсан, хăраса тармалла (т. е. убежишь со страха. Пит илемсĕр çынна çапла калаççĕ, т. е. так говорят про безрбразного человека). Ала 6°. Тарса, тарса пырать те, тарсан-тарсан, çитрĕ, тет, пĕр тимĕрç лаççи патне (добежал до какой-то кузницы). N. Çул çинче пĕр çын килнине куртăм та, вăрмана тарса кĕрсе карăм. Якейк. Тарăçин (тарĕçин) тарĕç. Если хотят, пусть убегают. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ хăранипе киле тара пуçларăм (побежал), вăл хыççăн хăвалать (гонится за мной). БАБ. Эпĕ вăл ачасем тарăхĕнчен (с досады на ребят) ĕнтĕ таçта тарасса çитнĕ (готова убежать невесть куда). N. Таракан ĕнене (корову, которая убегает из стада) уртмах çакса яраççĕ. N. Çул çинчисем киле тара-тара кĕрсе курчĕç. Те, которые были в пути, забегали украдкой к себе домой, повидаться. N. Тарса тухрăмăр, мы бежали (из этого места). || Об озерах, которые, по поверью, могут переходить на другое место. Сорм-Вар. Ĕлĕк онта (на месте болота Тĕрне шор, около дер. Сорм-Вар, Алик. р.) кӳлĕ полнă, тит; халь вăл хамăртан вонă çохрăма тарнă. Çак япала тарнă чох, пĕтĕм ойсене полăсем тăкăнса йолнă, тит. || О воде. Кан. Шыв аяла тарнă (ушла глубоко вниз).

таркăн

(-гы̆н), беглый. Ст. Шаймурз. Çапла таркăнсем пурăнакан вăрман виç-тăват çулта йăлт хăрса кайрĕ (высох). С. Айб. Пасарта çӳресен-çӳресен, пĕр çынна тĕл пулса: мĕн сутатăн? тесе ыйтрĕ, тет. Çынни: таркăн сутатăп, тесе каларĕ, тет.

тар

(тар), пот, sudor. КС. Тар кăларса ĕçле. Ib. Тар тухиччен ĕçрĕм. (Пил до того, что у меня на лбу выступил пот). N. Тар тухиччен ĕçле. Работай до пота. N. † Тар кăларса ĕçлерĕм. Я работала до пота. Ала 93. Ачанăн кăшт анчах чунĕ тухса кайман, пĕтĕмпе тарĕ тухса килнĕ (его ударило в пот от побоев). Шурăм-п. Çывăрнă чухне пурин те тар тухнă (все вспотели). Яндобы. Тавай хĕвел ăшшине кайса тăрар, тет: хăшин хӳри вĕçне тар тохĕ (у которого вспотеет кончик хвоста)? К.-Кушки. † Кĕмĕлех те çĕрĕсем пысăк пулмаст, унăн куçĕсене тар пусмаст. СТИК. Çула, шăрăхра, пуçа ниăçта чикме çук пулат, чыст тар пусат (прошибает пот). Çутт. 20. Питеенчен тар юхтарса, аннепе иксĕмĕр выратпăр. Утăм. Ĕçлет пур тарçă тарăхса, пуян пами, тесе, тар хакшĕн (за пот, т. в. за труд). Ерк. 88. Тара халăхĕ çулать çара тар (все в поту). N. Хамăр тăрăх (по нас) вĕрене шывĕ пек (как кленовый сок) тар юхать. Г. А. Отрыв. Çула тухман тар хĕлле тухать, теççĕ. (Послов.). || Плата за работу, за труд. Чăв. й. пур. З. Пырăп пырасса, вĕрсе парăп, ну, тарна ан хĕрхен, тет. Унтан вара хак хурать? çур тенкĕ укçа, çур штав эрех пултăр, тет. Унтан, чĕрĕлсен, вара виçĕ пăт çăнăх, пĕр пăт кĕрпе пултăр, тет (вĕрӳçĕ). СПВВ. МС. Тарне хăй илесшĕн, хăй илес пулсан ӳркенет. N. Унтан кайса килнĕ тарне сана тӳлери? Заплатил ли он тебе за поездку туда (или за то: что ты сходил туда)? N. Тарçă тарне тытса юлни — юн тăкни. Чăвашсем 11. Вăсем (т. е. йомзи) вилес çынтан татар илеççĕ; вăтанмаççĕ те, çылăхран та хăрамаççĕ. Пĕрин çинчен эп хам пĕлетĕп, юмăç пăхса мĕн чухлĕ тар илнине. N. Çавна вĕсем нимĕнсĕр ахалех (в рукоп. нимĕн тарсăрах) туса тăмалла. СПВВ. НН. Тар — юмăçа пăхнăшăн паракан çăнăх, кĕрпе (çăнăх). || Яжутк. † Ай, сăка еркĕнĕ, пире çĕрĕ парса ямар. Тухĕç халĕ утсампа, çĕрĕ тарĕ кăларăпăр. (Свад. п.).

тарăç

(тары̆с’), работнкк, батрак. См. тарçă. БАБ. Елĕк енĕ яш вăхăтра пĕр пуян патĕнче çичĕ çул тарăçра тăтăм. ЧП. Тарăç тыт.

тарçă

(-зы̆), работник, батрак, слуга, наемник. Чăв. й. пур. 29. Вăл малтан, унта кĕрсенех, тарçăсемпе тăркаланă. Бес. чув. 5. Пĕр тутар лавккаçă патне тарçа кĕрет (нанимается в работники). Панклеи. Мĕлескер ку çын, ик-çол вăрман пăхса çӳренĕскер? Халăх вăрманĕ пăхнă, вăрман хоралçи тарçинче çӳренĕ-и? N. Сурăхсем пурте тарçа пăхса тăраççĕ (смотрят на работника), тет. N. Юмăç вăл шуйттан тарçи пулать. || Должность работника. Кратк. расск. Вăл ача тарçăра пит тăрăшса ĕçленĕ. N. Тарçа мана тыт (найми в работники), тесе каларĕ, тет, тĕл пулнă çынни. N. Тарçăсем суккăр, ывăл хăрах куçлă. (Послов.).

тарам

(тарам), не важно, не жалко; ладно бы, наплевать (от русск. даром?). С. Тим. † Хурăн-çырли пиçнĕ чух хурăн-ташран уйăрăлтăм; хурăнташ та тарамччĕ (это бы еще ничего, но дело в том, что), атте-аннĕрен уйăрăлтăм. КАЯ. Манăн унталла-кунталла пăхасси тарамччĕ-ха (это еще ничего бы, что я стал посматривать туда и сюда, а дело в том, что), урнă йăтă ăçта кайнине пăхса тăма пикеннĕ. КС. Тарам-çке умпа, юлтăр-и! — Тарам мар-ха, илсех каяр. Пусть останется, это неважная вещь.— Не „пусть останется“, а непременно возьмем. Ib. Тарам-çке манпа, ыттисене илсе кай-ха! Ну меня-то что, ты вот других возьми (туда)! Тюрл. Тарам (пускай), мана кирлĕ мар! (Говорит, если что-нибудь дают). N. Аттăм кĕли тарамччĕ, хĕрсен пуçĕ сыв пултăр. БАБ. Пысăкрах ачасене çапла хытланса çӳресен те, тарамччĕ ĕнтĕ (ладно бы). Пĕчĕкçĕ ачисене мĕне кирлĕ иккен çав каçсерен тухса çӳреме. Ib. Унта пĕр вилес вăхăт çитсен, ӳпне мар, кутăн çакăнса вилсен те тарам, терĕ. К. П. Прокоп. † Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пулин сулахай; сулахай тарамччĕ (ничего бы), вăл та пулин пасарăн (о женихе). Ашшĕ-амăшне. Ватă шăм-шаксем ырата пуçларĕç те, çапах вăл тарам-ха (но это ничего). Аттик. Анне пăрахса килсессĕн (остатки воды, кусочки хлеба, которые бросила она на перекресток от лăп-лап), Матюк аппана пама (за лечение) вăтăр пиллĕклĕх тенки ун патне илсе пычĕ. Матюк аппа аннене: укçишĕн тарам (деньги не имеют важности), сип пултăрччĕ-ха; вăл укçи тармĕ, сип пулни укçаран та хаклă, терĕ. Хăй укçана илчĕ те: ачам, часрах чĕрĕл, тесе тухса кайрĕ. N. Кил пăхасси çапах пире тарам халь (смотреть за домом для нас не важно). N. Пуян хĕрĕ пушмаклă; тарам пушмак пултăр та, урам йĕрне пустармăл (пусть она в башмаках, я все-таки не позволю обижать себя). Урам йĕрĕ çул пултăр, çак ялти хĕр тус пултăр. Якейк. Эп сире йорă йорланăшăн хĕвел-çармĕш илсе парăп (куплю). Хĕвел-çармĕшшĕн тарам та-ха (подсолнышки для нас не имеют значения, мы за ними не гонимся). N. Уншăн тарам-çке, юрĕ-çке! Ладно, и без этого обойдется! Чертаг. Тарам-çке, кирлĕ мар, хăвах çи! К чему? Напрасно. Не надо, ешь сам. (Гов., напр., отказывающиеся от какого-нибудь угощения). || Хотя. Якейк. Ман лаша, тарам (хотя) пĕчĕк полсан та, санчен иртерет. М. Тиуши. † Ах, лашам пĕчĕккĕ! Тарам пĕчĕккĕ пулсан та, çăка каски турттарать. || Впустую, понапрасну, ни к чему. Сред. Юм. Кăçал тыр та полман, ытлин-çитлин окçа-пôхча çôк пирĕн, ĕçкĕ тăвасси тарам полать-и мĕн (видно, придется оставить мысль о пирушке). Ib. Тарам пôлать пôль. Видно придется оставить (задуманное). Ib. Тарам пôлтăр! Оставим (это)!

таран

предел (в этом см. отдельно неупотребительно). || До, по (послелог). N. Санăн чăнлăху пĕлĕт таранах. N. Хĕрри таран (до краев), чавса таран (по локоть, до локтя), пилĕк таран (до поясницы), çĕрпӳ таран (до Цивильска), мăй таран (по шею), çырмасем таран (до оврагов); ман, сан, ун, пирĕн, сирĕн, вĕсем (вĕсен?) таран (до меня и т. д.). N. Кунта сана мăй таран та пулĕ. Ёрдово. Çырма шывсем пурте пĕр шыв çине пухăнаççĕ те, вара çыр таранах (до краев берега) шыв юхать. N. Лаша хырăмĕ айĕ таран, да брюха лошади. N. Кут таран куршанкă, пилĕк таран пиçен, мăй таран мăян. N. † Вăта таран татнă çĕлен мар. N. † Ах, тусăмçăм-пиччеçĕм! Яла тухсан — ят аслă, киле кĕрсен — чыс аслă; Пăва таран çăкăри пур, Чĕмпĕр таран ячĕ пур. Чотай. † Пирн атия кам пĕлмеçт? Москов таран молĕ пор, Питĕр таран пинĕ пор. N. Пилĕк таран шыв çинче (по пояс в воде) тăтăмăр. N. Татяна — тат та ут, вăй пур таран хыççăн ут. N. Чуччу ларкăчи пилĕк таранччĕ; вĕренĕ çĕртен пилĕк таран çакăнса тăрать (веревки качелей были спущены до высоты пояса). Панклеи. Пирн Ентинĕп мĕскер пор? çор ял таран çорчĕ пор, сысни таран тырри пор, карта сикен лаши пор. Кан. Тачка тутийĕ хăлха таранах йĕлпĕрме хăтланнă пек туйăнчĕ („распустил рот до ушей“). || Во временном значении. Кан. Юнĕ пĕр виç эрне таранах юр çинче палăрса выртнă. Его кровь была заметна на снегу недель до трех. Тораево. Сирĕн пилĕк çулхи таран сĕлĕ пур (т. е. разные сорта овса, начиная с овса урожая последнего года и до того, который был 5 лет назад). || В обозначениях приблизительного счета, N. Вăтăр вĕлле таран (до тридцати ульев). Регули 908. Икçĕр таран (икçĕр таранччен) çын порччĕ. || Даже. N. Сăпкара выртаканни таранах (даже дети в колыбели). || Насколько достает (-вало). ГТТ. Мĕн пур сас таран пĕр ултă-çичĕ ерет кăшкăраççĕ. || В предложениях-именах в смысле ио мере. || Насколько возможно, насколько хватит сил. Н. Карм. Эсир çав Клавдийшĕн мĕн тума пултарнă таран (по возможности) тăрăшăрччĕ-ха. ТХКА 114. Атя, утнă таран утар-ха, тет йысна. СЧУШ. Ачасем хăранă майĕпе мĕн пынă таран (изо всех сил) чупа пуçланă. N. Ямшăкне лаши мĕн пынă таран хăвалама хушнă (велел). Регули 909. Мĕн чол вый çитнĕ таран (таранччен) турăм. ЧП. Вăй çитнĕ таран пулăшăп.

таранран

употр. в некоторых оборотах, подобных следующему: Ск. и пред. чув. 51. Пĕр аллă çухрăм таранран, çул тусанлине пăхмасăр, пыраççĕ сут-тăвакансем.

таранччен

до, на протяжение. N. Унтан çĕлен вăрман çинелле вĕчĕ (= вĕрчĕ), тет те, вăрмана вуникĕ çухрăм таранччен тусан пек вĕçтерсе ячĕ, тет. Истор. Хирте пĕр вунă çухрăм таранччен çын вилли саланса выртнă. Альш. Пĕр çич-сакăр çухрăм пек таранччен. || Во времениом значении. N. Тислĕке пĕччен пĕр икĕ эрнеччен турттарнинче, унтан 4—5 кун таранччен сухаланинче нимĕн усси те çук. || При счислении вещественных предметов. N. Хăшин-хăшин тăват-пилĕк ама таранччен лартаççĕ (сажают на яйца, наседок до пяти). Баран. 36. Иван, пӳрчĕ шăрпăкĕ таранччен çунса каять. Алекс. Невск. Ватти-вĕтти таранччен. Тораево. Пирĕн пилĕк çулхи таранччен сĕлĕ пур-и. N. Сысна çури тата виçе таранччен тупаймасан, амине хăварсан питĕ лайăх пулĕччĕ. || В предложениях-именах. Н. Шинкусы. Вăл татах нумай кĕл-тăват та, анчах эпĕ пурне те тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлсе çитерейместĕп. Хам мĕн пĕлнĕ таранччен (насколько я знаю) анчах каласа кăтартатăп. Истор. Тутарсем патне тухса, хăйсем пĕр çын юлми таранччен (до тех пор, пока не осталось ни одного человека) тутарсемпе вăрçнă. N. Санăн ырăлăху та виçме çук таранччен (безмерно) нумай. || Даже. Юрк. Хĕрĕ енчен парнесем: тутăр, сурпан, кĕпе-йĕм, выльăх таврашĕсенчен — лаша, ĕне, сурăхсем, хур-кăвакалсем, чăх-чĕпĕсем таран(ч)ченех параççĕ. N. Пурне те кĕреçе таранччен пачĕç. Дали все, даже лопаты?

тараса

(тараза), весы (так в многих верховых и переходных гов.; см. кăрамис, виçе, весси). Ст. Чек. Кăрамисе тараса теççĕ. N. Паян эпĕ тараса çинче виçĕнтĕм (весился, взвесился). Орау. Ку хуçан (у этого купца) тараси йăвăр (мошеннические весы, тяжелые), тырă нуммай тухмарĕ (при ссыпке). Бел. Гора. † Тарасапа таяççĕ (мед), ушатпала тeлтаççĕ, сар алтăрпа сĕнеççĕ. || Оцеп, очеп, журавль, журавец. СПВВ. ТМ. Пус юпи çине пысăк вĕрлĕк хураççĕ, çавна тарас.а теççĕ. СПВВ. ЕХ. Тараса — пус юпи çине, шыв кăлармашкăн (так!), урлă пĕр пысăк вĕрлĕх хураççĕ. || Колодец. N. Пусса (тарасана) пĕр-пĕр таса мар япала кайсассăн кĕл-тăвас йĕрке. N. Тараси çула çăмăрпа куçса кайнă. Сред. Юм. Тараса пыри (= пури, „сруб“) çĕрсе пĕтнĕ пôлас пирĕн, çĕнĕрен (заново) пыра ямалла полать поль. Кан. Тараса пурине виçĕ чалăш пуранă, унтан шывĕ, витрене кăларнă чухне, вăлашка çине тăкăнса-юхса тухмалла тунă. N. Ачасене тарасаран шыв кӳртерсе ан асаплăр. ЧС. Арăм, вăл вĕлернине никам та ан пĕлтĕр тесе, тарасана кайса янă (девушку).

Тарук

(-ук), Таруç (-ус’), Таруççа (-с’с’а), хр. имя женщ., Дарья. Альш. N. Эй юратнă юлташăм (жена) Тарук! Никит. Варасăрта пĕр вăрă тăвакан хĕрарăма, Тарука, вĕлерсе шыва янă.

тарăнăш

тарăнăшĕ, глубина. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 10. Вĕсене пурне те пĕр тĕслĕ апат кирлĕ мар, тата тымарĕсем аяларахра, тепĕрисем çиелерехре пулмалла. Кан. Çĕр пусăрăнса çитсен, таврашĕнчи çĕре таптаççĕ те, йăвăç хăй ĕлĕк мĕн тарăнăшĕнче ларнă таран анса ларать. С. Дув. † Çак ял шывĕ тарăн шыв, тарăнăшĕ пилĕкрен.

тарăх

(тары̆х), досадовать, сердиться, возмущаться. N. Темĕн пек (весьма): вĕреннĕ çак усала, тесе тарăхать, анчах туртма (табак) пăрахаймасть. Çĕнтерчĕ 48. Хăш чух эпĕ: мĕншĕн эпир пуян пулнă-ши? тесе, темĕн чул та тарăхатăп. || Чăв. й. пур. 28. Якку вара кайран пит тарăхса йĕнĕ. Яккăва çапла тарăхтараççĕ. Çылăха та, намăса та пĕлмеççĕ. Ib. Ашшĕ вара нимĕн тума та аптранă. Вара пит тарăха-тарăха йĕретчĕ. || О надоедливом человеке. Изамб. Т. Эпĕ кинтен тарăхап. Мне сноха надоедает. || Сердиться, возмущаться. СЧЧ. Пичче (брат) кулнипе Лукка пичче (дядя Лука) пĕтĕмпе тарăхса çитрĕ (осерчал), тет. N. Темшĕн ямаççĕ (письма), питĕ тарăхатăп. N. Хресченсем тавар илеймесĕр шалт тарăхса пĕтеççĕ. Орау. Ах, тархас килет-çке ман (сержусь, меня зло берет). || С послелогом „çи“: сердиться на кого. Панклеи. Йăван патша хĕрĕ çине тарăххĕр (разсердился). Ст. Чек. † Уччаскана кайса, эп çул турăм, аслă çулсем çине, ай, тарăхса; ял-ял урлă кайса, эп тус турăм, ялти хĕрсем çине, ай, тарăхса. || Жаловаться, негодовать, N. Хĕрсем çинчен тарăхса çыру янă (написали, жалуясь). || С тв. пад. БАБ. Тытăнат вара (тут) ачисемпе тарăхма (жаловаться, негодовать). || Выходить из себя. В. Олг. † Перĕн кинеми сак шăлат. Чонтан посса шăлсассăн, сак хăми те авăнат. Чон тарăхса çитсессĕн, сана та (новобрачную) полин ави-ха (поколотит тебя). || Терпеть горести. N. Тепĕри хăй ĕмĕрĕнче пĕр ырă курмасăр тарăхса вилет. N. Мана аттепе анне тарăхма анчах çуратса янă. || Раскаиваться. Орау. Ӳлĕмрен нумай тарăхăн та-ха, халĕ тулĕк ман сăмаха итлеместĕн. || Мучиться. Чăв. й. пур. 15. Леш çынсем каланă: калăпăр, калăпăр; эпир унпа тарăхнă ĕнтĕ, тенĕ. N. Тĕлĕкпе тарăхан. ЧС. Çавăнтан (от того, что умирают лошади) тарăхса ĕнтĕ пĕр лашана пĕлекен çынтан (у знакомогр человека), куккасенченех, илчĕç. Орау. Паян лашана Салапайра (местность) тарăхса шыраса çӳретĕп, а вăл килсе выртнă та, выртать. Ib. Паян ку суха-пуçпе пĕтĕмпе тарăхса пĕтрĕм (замучился), пĕртте путлĕ пымаçть, урăх ларттарас пулĕ, тем, кумпа ака пĕтереймăп. N. Пирĕн ял, çăва тухсан, çавăн пирки (из-за опойцы) çумăрсăр тарăхат. („Питĕркке шăтăкĕ“). N. Чирпе тарăхса порнаççĕ. Ст. Чек. Тарăхаттăм-çке унпа пурăннă чухне! „Живя с ним, я не видала светлого дня“. N. Вăл ыттисем пек вырăн тупаймасăр тарăхса çӳремест. ЧС. Вăл хĕр тарăхнипе тарасана сикмен-ши? Хурамал. Вара кушакки выçă тарăхнă та, хăй хӳринчен пĕр алтăр çакнă та, пĕр çулпа тухса кайнă. || С исх. пад. Истор. Вырăссем тутарсенчен пит тарăхса пурăннă. || Испытывать крайнюю нужду. Ст. Чек. Çукран тарăхап. Испытываю крайнюю нужду во всем. || Заботиться. N. Тимĕрĕç те çавăн пек сунтал кутĕнче тимĕртен пĕр-пĕр япала тăвасси çинче тарăхса ларать. N. Паразитла пурăнакан чунлă япаласем тарăхса ĕçлесе пурăнмаççĕ. || Усердствовать, стараться изо всех сил. N. Аптăранăран, тарăхса (= тăрăшса), сана парне паратпăр (аптăранăран сана парне паратпăр). Орау. Лаши тарăхса туртать, çапах та вырăнтан та тапратимаçть, аллă пăт пулĕ унта, таçта кайма тиянă. Ухмах, вăрманта пĕр йăвăç та хăварасшăн мар курăнать, вăрманти йăвăçа пĕтереймăн унта. Чăв. й. пур. 31. Акă! кам-шăн тарăхса ĕçленĕ ĕнтĕ вăл? Вăл мула, хăй чунне хĕрхенмесĕр, камшăн пухнă ĕнтĕ вăл? Ib. 17. Вăл вара татах юлташĕсене шырама тухса кайнă, татах темĕн пек тарăхса шыраса çӳресе те тупайман. || Всячески добиваться, биться, стараться, лезть из кожи. Орау. Тем тăвать ку унта, тарăхса калаçса ларать (принимая близко к сердцу, желая добиться, выходя из себя). Альш. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче-тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет (отчитывала от „ие“). Конст. чăв. Эпĕ ку таранччен тарăха-тарăха шыраман та пулăттăм та, манăн кунта тăван кукка пурăнать. Орау. Тарăхса çын хутне кĕрсе калаçса тăрать ку Кĕркури; тем кирлĕ, хăй хутне такăш кĕрес (а кто за него самого вступится)? || Выходить из себя, уверяя... Чăв. й. пур. 27. Вăл: ĕçместĕп (водки), тесе, пит тарăхнă, çапах хăратса: ĕçмесен, пăрахмастпăр (не отстанем), тесе, ирĕксĕрех ĕçтернĕ. Ib. 6. Вăсем малтан Ваçка сăмахĕпе тунма (отпереться, negare) хăтланнă, тырра илекен вара пит тарăхса каланă: вăсем те пурччĕ, тесе. Унтан вара вăсене хĕсе пуçланă. Хĕсе-хĕсе вара вăсем те каланă (признались): пурччĕ çав (мы были там), тенĕ. Ib. Пăртак йĕркене пĕлекен çын темĕн пек тарăхса каласан та, ăна пĕртте ĕненмеççĕ.

тармакла

растопыривать (пальцы). Сред. Юм. Аллисĕне кĕçĕ тохса толнă та, тармакласа çиç ларать (не может складывать пальцев вместе). Ib. Тыр пôлнă çол ывăçа пит тармакласа тытса, алсĕм ыратакан пôлаççĕ. Ст. Чек. Тармакласа илнĕ пурнисене сарса илнĕ. Толст. Пĕр упăте тармакласа икĕ ывçă пăрçа йăтса пырать, тет. СТИК. Тармакласа тытса вырат (= вырнă чухне ывçине питĕ пысăк тытса, аллисене чармакласа тытат).

тархас

пожалуйста. Панклеи. Карчăка вăл (она): тархас, тет, пĕр-пĕр патакпа, илсе, çап мана пуçран, тет. В. Олг. Тархас килччĕ. Пожалуйста, приди. Слеп. Тархас пар. Пожалуйста, дай.

тархаслаттар

понуд, ф. от тархасла. N. Пĕр шухăшсăр пурăнаççĕ, укçаллăран темĕн чухлĕ халăха хăйсене тархаслаттарса, тилмĕрттерсе ĕçлеттереççĕ.

тасалан

(-лан), тасаллан (-ллан), здороветь. Ала 108. Çăва тохсан кукку авăтнă сассине илтсен, этем тасаланать, теççĕ. Бес. чув. 5. Унта пурăнса вăл тасаланса кайрĕ, çирĕм пĕр çула çитсен, ăна пурте маттур каччă тенĕ. О сохр. здор. Тата ытларах çирĕпленсе тасалланса пыраççĕ.

таса мар

нечистый; нездоровый. Сĕт-к. Опа Хветĕрĕн хĕр номай полнă, пĕр хĕрĕ таса мар полнă. N. Сирĕн килте таса мар-им. || Обитаемый нечистью, нежитью. Альш. Пĕтĕм ял çынни хăраса тăратчĕ: арман таса мар (на мельнице есть нечисть), тесе. || О женщине в период менструаций. Орау. Якур арăмĕ таса мар, çавăнпа паян чиркĕве каймарĕ. Городище. Таса мар пулнă. Пришли крови.

тасат

(-т), чистить, прибирать, убирать. Регули 1365. Кил-картине тасатсах тăр. Сятра. Симĕс корăк, ман орая тасат! тет. (Просительно: ман орая тасатай). О сохр. здор. Ун чух вара пӳрт лартма суйласа илнĕ вырăна тасатас-тасатасах пулать. Сред. Юм. Кил-карти тасат, убирать двор;. атă тасат, чистить сапоги. || Придавать лоск, бдеск. Сред. Юм. Атă тасат. N. Ку сăмавара тасатмалла. Этот самовар надо вычистить. || Вычищать (что откуда), очищать, удалять нечистоты. N. Вакон çоль çинчен йор тасатрăмăр. Мы очищали железнодорожный путь от снега. N. Кайран, вилнĕ çынна пытарсан, виççĕмĕш кунне ирттерсен, вăл шыва тĕпсакайĕнчен тăпри-мĕнĕпе тасатса кăлараççĕ. Виçĕ пус. 33. Тырăсенчен юлнă япаласене тасатаççĕ. ХЛБ. Ана çинчек вăхăтра шыва тасатаймасассăн, тырă пулассине ан кĕт. || Производить суеверный обряд очищения. Етрух. Пушалăстă, тасатсамччĕ! Хаклă тăрать-и вăл тасатма? тет. (Чăваш чирĕ). Ib. Юмăçа килне илсе кайса тасаттарни. Юмăçĕ тасаттаракан патне пырсан, хай çурштав эрехе пĕчченех ĕçсе ярать те, вара тытăнать тасатма ӳсĕр пуçĕпе. Вăл: акă епле тасататăп, тет: пур чир-чĕре кил ăшчиккинчен хăваласа кăларатăп çакă килтен. Унтан кĕрсе каять тĕп-сакайне те, тĕслĕрен çӳп-çап, лăп-лап илсе тухать пĕр такана, уна вара суйлан пек тăвать. Усене суйласан, пĕр таса шурă тутăр çине çыхса хурать. Тата унтан вара юсман икерчне те савăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Унтан вара татах тепĕр хут йĕплĕ хул пĕр ывăç илет те, сакайне татах кĕрсе кайса, пур кĕтессене çапса шăлса тухать. Хăй сăмахне çапла калат: çакă килтен сире хăвса каларатăп; часрах тухса кайăр, тесе. Татах çӳле, пӳрте, тухсан та, пур кĕтессейрен çапса çӳрет. Çапла çапса пĕтерсен, йĕплĕ-хуллине тула илсе тухса, татах хуçи хуралтне уçса, çапла çапса шăлса пĕтерет юмăçĕ. Вара унтан, хуралчĕсене пĕтерсен, кил-картишне шăлан пекки тăвать. Çавă мĕн тĕттĕм çĕре çĕрĕпех тасатать! Унтан вара йĕплĕ-хуллине хапхаран тулашĕ енеле пăрахать тăкма кайиччен. Çапла вара юмăçĕпе хуçи пӳртне кĕреççĕ те, татах хатĕрлеç пĕчĕккĕ татăксем шурă тутăр, 5 тутăр татăкĕ: пĕрин çине çыхаççĕ ыраш çăнăхĕ, тата тепĕрин çине урпа çăнăхĕ, теприн çине кĕрпе, теприн çине тăвар çыхаççĕ, теприн çине пĕренĕкĕ, хур-кăвакал евĕрлĕ, çыхаççĕ, а çăвне пĕр чӳмлек катăкĕ çине илеççĕ; вара çав малтан хатĕрленисене, юсмансене, сакай çӳпписене пурне те пуçтарса пысăк тутăр çине çыхать. Вара юмăçĕ хуçине лаша кӳлме хушать; хуçи часрах йăпăр-япăр кӳлет те, хуçипе иккĕшĕ çав япаласене илсе, тата йĕплĕ хуллине те хапхан тулашĕ енчен илсе хураççĕ. Вара тăкма уя тухса каяççĕ. Çапла кайсан: пур парнепе тăкнине пĕлтерет, теççĕ, пур кил-ăшчиккинчи чир-чĕре, усала-тĕселе чипер тутлăх парнепе кăларса яраç, теççĕ. Парнесĕр тасатсан: выçăпа калех киле тавăрнать, тет юмăçĕ. Çапла вара тасатса пĕтерсе тавăрнсан, юмăçне хуçи татах питĕ ĕçтерсе ӳсĕртет те, леçсе хăварать киле. Ст. Чек. Тасатни тени — кĕл-туса çини. Сред. Юм. Тӳркиллие тасатса панă (дал жертву духу). || Уничтожать. Хăр. Паль. 11. || Шарккуне те пĕр самантра тасатса хучĕ (все сьел). || Украсть. Альш. Укçине те пăхат — укçине тасатнă-кайнă (украдены), тет. || Убрать (спровадить, убить кого). N. Ку япала манăн пупсене тасатма пултарĕ вĕт. Ведь этот субъект сможет убрать (спровадить) убитых мною попов. (Из сказки). || Регули 1366. Мана тасатсах исе карĕç. Синерь. Нӳхрепре пĕтĕм этем кĕлетки вакласа тасатса хунă, тет.

таçта

(тас’та), неизвестно куда, неизвестно где. Орау. Ан чупăр; таçта кайса перĕнĕр! Ib. Вырсарни кун таçта ан кайăр-ха. || Чрезвычайно далеко. N. Хам çуттăма эпĕ таçта çитех инçе ярăп. N. Хресченсем ăна итлесе тăватă ялпа вунпилĕк пĕве туса хучĕç. Пĕвисем çыранран таçта çӳлте, тата, пĕр пилĕк хăлаç сарлахăш хăш çĕрте. Ib. Эп кайсан, ĕнтĕ таçта кайса çӳреместĕп. Если я пойду, то теперь не буду шляться невесть где (т. е. скоро вернусь). Ib. Таçтах çитрĕ пуль ĕнт, халччен. Он теперь, поди уж, не знаю куда укатил. || Гораздо. N. Çапла тунипе ниме (помочь) хакла ларать (обходится дорого), нимепе туна ĕç тытса тутарнинчен таçта хакла ӳкет (гораздо дороже работы наемных рабочих). Кан. Çав çĕнĕрен шутласа кăларнă машинă ĕлĕкхи машинăсенчен таçта иртерсе ярать. || Пожалуй. П. Патт. 8. Каçа хирĕç, кам пĕлет, таçта кашкăр та персе çитĕ (пожалуй, явится). Чăрс. 24. Асту, эсĕ кĕçех улпута тухса кайăн таçта (пожалуй). Капк. Ухмах! Шыв сивĕ... йĕпе... таçта, шăнса кайăн, тет Якку. || Употребл. в чувашизмах. Орау. Кĕркурия кĕрĕк çĕлетмесен те юрĕ-ха, таçтах каймалла мар (ему не бог весть куда итти), килте çӳремеллĕх сăхмань пур (а для дома у него есть кафтан). Сред. Юм. Таçта хăрăм шăтăкĕнче пôрнать. Никто не знает, где он живет (срв. Кăрăм). Ib. Хĕр-туй, тесен, эп таçта кайса кĕрĕп! (Говорит тот, кому охота погулять на свадьбе). Чăв. й. пур. 21. Çав Иван, ахаль те вĕçкĕнтерехĕскер, вара пушшех хăйне хăй таçтах кайса хунă (возгордился), темĕн тĕрлĕ аслă çын пек пулнă. Янш.-Норв. Вăл хĕре юратни ĕнтĕ таçта кайса кĕрет. Альш. Таçта кĕнекесем çинчен вулани-илтни çинчен калаçаççĕ, тĕлĕнеççĕ вара. Беседы. Хама хам таçта тем тăвăттăм! тесе, ӳпкелет хăйне. Юрк. Таçта аякран.

таçта-пĕр

везде. Çутт. 155. Калтисем таçта-пĕр йăкăл-якăл, йăкăл-якăл шуса çӳреççĕ.

таçти çĕрти

находящийся в неведомом месте. Ал. цв. Пĕр таçти çĕрти патшалăхра.

тат

(тат), рвать, срывать, отрывать. Шурăм-п. Мăйăр хăмла пек пулать, эрнере татса пĕтет (в неделю срывается). Кильд. † Çаврăнайса-çаврăнса ут çулнă чух, татса-татса пĕрлĕхен хыпмарăм (здесь „Татса-татса“ — сорвав много раз). Трень-к. Манран ку улма-йывăçĕсене (кам) ватса, олмисене татса карĕ? тесе ыйтрĕ. Арзад. 1908, 13. Пĕчĕк Иванкка пахчаран тăхăр хăяр татса кĕрсе, йăмăкне 4 хăяр, пиччĕшне З хăяр панă. Орау. Мăк пилеч (билеты на право собирания мха) илнĕ çĕртре паян халăх пĕр-пĕрне хĕснипе (в давке) пĕрин уринчи çăпатине татса юлнă (сорвали с ноги). Пир. Ял. Упăшки вăхăтра сиссе татса антарнипе вилмелле пулман. || Разорвать. Сорм-Вар. Унччен те пулмарĕ, карчăк: урлă татса хыпам-ши, тăрăх татса хыпам-ши, тесе калама тапратрĕ, тет (т. е. разорвать ли тебя вдоль или поперек?). Б. Яныши. Хорĕ (гусь): пре татам та, пре хыпам, тет. Чураль-к. Кам-та-кам шарлать, çавна чĕпĕтсе татсах илмелле. В. Олг. Торă татса кайманскер! (Сильная брань). || Порвать. Янтик. † Туртсан тимĕр татас пек. || Перервать. N. Тупă пулькки тивсе, кĕлеткин(е) варăнчен татса пăрахрĕ. Шурăм-п. Юрлакан, ĕретри çынсен аллине татса каяс тесе, вирлĕн (стремительно) чупса пырать. || N. Татса яр, ссадить (напр., кожу). || Разрушать запруду, прорвать. N. Усалсем (черти) арман пĕвине татса яраççĕ. М. Яуши. Эпĕ пĕр армана татса ярса тăратăп, тем чул пĕвелеççĕ те, чараймаççĕ. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ, малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. || В пассивном значении. Якейк. Армансам татса кайнă. Ib. Выл çинче паян пĕр арман та йолман, тит, порте татса кайнă, тит. Коракыш. Вăл каланă тăрăх утмăл лав йĕплĕ-хулă хатĕрлесе пĕвине пĕвеленĕ те, пĕви татса кайман. || Разбередить, сорвать (напр., болячку). Сборн. по мед. Хăш чухне тата кĕсенĕсене ача хăй чавса татнăран та пулать (это происходит). || Пилить, рубить. Регули 197. Вотă татнипе выртать. Дрова лежат нарубленными. Ib. 1. Вăл вотă татма каять. Мусур. † Пирĕн йысна пуласси — авăн вутти муклашки, урайне хурса татас пек. Кан. Татман юман хăмасем. || Нарезать (салму). Ядр. † Сала-кайăк тăриччен салма татса ярсассăн, пирн варлине эс юрăн. || Рвать (шерсть). N. Кунне пĕр тенкĕ паратьчĕç мана, эпĕ çăм татнă çĕрте ĕçлеттĕм. || Ощипывать. С. Алг. Кăçалхи çул ăна (кăрккана) çапнă-антарнă, тытнă-пуснă, туртнă-татнă, каснă-вакланă, пиçнĕ-хуçнă, лармалла та çимелле иккен. (Такмак). || Дергать (конопли), драть (лен). Якейк. Кантăр татмалла полать те ĕнтĕ. Ib. Кантăр татса пĕтертĕмĕр. Изамб. Т. Йĕтĕне татсан, çапса вăррине илеççĕ. N. Кантăрсам та татрăмăр, пăрçасам та çултăмăр. Сред. Юм. Кантăр татас. (Кĕркунне ана çинчен çăлассине калаççĕ). || Прерывать (сон). Орау. Ăйăх: татсан — татăлап, чăссан — чăсăлап, тесе калать, тит. Сон говорит: „Если меня перервут, я перервусь, а если растянут — растянусь“. Сред. Юм. Ыйăх татсах (лишая себя сна) ôнта кирлĕ мар япалашĕнех çӳремесен те йорĕччĕ. || Пересекать. Эпир çур. çĕршыв 15. Урамне (улицу) икĕ çĕрте урлă урамсем (переулки) татса каçаççĕ. || Переграждать. N. Манăн тĕрĕс мар çула тат. || Переходить, перебегать (дорогу). Шурăм-п. Кушак çул татсан, телей пулмасть. || Отводить, отрезать (землю). Альш. Вăл çаранне (луга) ăна вĕсем чăн лайăх тĕле суйласа татса параççĕ (в самом хорошем месте). N. Землемер (мишавай, мешевей) мĕнле татса пачĕ: пурне пĕрле-и? || Подводить, подрезывать; подкузьмить. N. Халĕ тата çак икĕ çул хушши тырă пулманни ытла та татрĕ (здорово подрезало, подвело). || Срезывать, подрезывать. Изамб. Т. Кĕпе пĕвĕ пĕтсен, пусма (ситец) татса пĕреççĕ (сборками). Ib. Ул татса пĕрнин аял хĕррине тата пусма татса пĕреççĕ (оборки). Ib. Кĕпи аркине (у чувашек) икĕ тĕлтен татса сыпаççĕ. || Покидать (надежду). N. Йывăр пирĕн иксĕмĕрĕн хуйхăмăр, юлташăм, тенĕ, çапах эсĕ ĕмĕте татса ан хуйхăр. || Разбивать (надежды). Фин. Çавăнтах: тырă пулĕ-ха ĕнтĕ, тесе, тăнă çĕртрех тăм ӳкет те, санăн пĕтĕм ĕмĕтне та(та)ть пăрахать. N. Ан кул, пит чĕрене татать. N. Ашшĕ-амăшĕ, унăн кăмăлне татас мар тесе, ăна чарса тăман, куç-çулĕпе йĕре-йĕрех хăйсен пĕртен пĕр ывăлне пилленĕ. Конст. чăв. Ку сăмахсене вĕсем мана хăратса анчах каланине эпĕ пĕлтĕм те, анчах хирĕçес мар тесе, шухăшланă шухăшăма çав тĕрлĕ татрĕç пулин те, эпĕ вăсене пĕр самах та хирĕç тавăрса каламарăм. || В дееприч. форме на „са“, „се“ иногда передается наречием: вдоволь, в изобилии. Кратк. расск. 16. Акă ĕнтĕ пĕтĕм Египет çĕрĕнче çичĕ çул тырă-пулă пит татса пулĕ (уродится в изобилии). Капк. Тырри те татсах пулмарĕ те, пĕрлешесси çинчен шарламаççĕ-ха. СПВВ. НВ. Тырă-пулă пит татса пулать (родится отлично). Аттик. Эй, Ел-кӳлли! Çĕртен те, çӳлтен те татса пар; тырă пулмасăр хăварса выçă ан вĕлерсем. (Моленье). Турх. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтне вĕсене татса парĕ-ши (совершенно полно, вдоволь). || Выплатить. Бес. на м. г. Ак сирĕн хошшăрта куланай татни те нумай мар, пурăнăç та çителĕхлĕ мар. || Отбыть обязательный срок. N. Эсĕ çӳресе татман. Ты не отслужил (не отбыл) своего срока (в пастухах). || Лишать. Магн. М. 115. Тырăран татăк ан тăрат, пураран ан тат. (Моленье). ЧС. Эй, ĕнем, ĕнемI Халиччен сĕтрен-çуран татманччĕ, çуллен пăрулаттăнччĕ. Ал. цв. 10. Эсĕ мана мĕн пур телейĕмрен татрăн ĕнтĕ! || Отказывать себе, лишать себя. N. Эсĕ у (= вăл) укçана хăвăнтан татса янă пуль (отказывая себе в самом нужном). Сред. Юм. Хамран татса патăм. И себе нужно было, но я ему дал. N. Хăна ху пиртен пулас ырăлăхран ан тат (сам себя). || Решать (дело). Янш.-Норв. Пĕр çураçса ĕç татсан, вĕсем туй тума анчах хатĕрленсе тăраççĕ. Н. Сунар. Эсĕ пирĕн ĕçе татса пар ĕнтĕ. Ты уж рассуди нас (т. е. рассуди наши дела). N. Ман ĕçе татса парсам. N. Сире вăтантарса калатăп, сирĕн хушшăрта тăванпа тăван хушшинчи ĕçсене татса пама пултаракан ăслă çын пĕрре те çук-и мĕн? Истор. Вечера (на вечере) ĕçе вăрçмасăр, çапăçмасăр сайра (редко) татнă (надо: ĕçе вăрçмасăр... татни сайра пулнă?). Ib. Çапăçса хăшĕ çиеле тухнă, ĕçе те çавăн майлă татнă вара (решали в его пользу). Т. IV, 64. Çав ĕçе татсан, кам юрлас килекенĕн, пурте юрлаççĕ. N. Ĕçе туса тат. Синьял. Тăваттăн сута тăраççĕ, пĕччен сут татать. (Алăк уçса тухни). N. Кам мĕн чухлĕ илсе пырассине татса хуман. N. Кĕске татса калакан сăмах, поговорка. || Окончить, завершить. Кан. Службă татса киле кайма хатĕрленекен хĕрлĕ салтак. || Мстить. Полтава 68. Виççĕмĕш мул — Мазепа хирĕç татса парасси („месть“). || Удерживать. N. Кантор окçине татса йолмарĕç. || Придавать определенность, точность, систематичность. Юрк. Чăнласах та пирĕн чăвашран нумăйĕшĕ çак сăмаха татса калаймасăр „псав“ (вм. тат. бы̆зау) анчах теççĕ. ГТТ. Пурне те (обо всем) татса, уйăрса çырмалла (определенно, систематично). N. Час-часах пур япала çинчен татса çырса пулмасть. Сред. Юм. Тем йăмахласа ларчĕ, пĕрте татса каламарĕ. Не знаю, что говорил, не высказал всего ясно. N. Тĕплĕ ыйтса пĕлмесĕр, татса каламалла мар. Нельзя сказать определенно, не разузнав основательно. N. Татса калани, решительный сказ. || Обрывать (чью-либо речь). Ал. цв. 14. Аслă хĕрĕ ашшĕ сăмахне татсах калать: хăш хĕрӳ валли эсĕ хĕрлĕ чечек илсе килтĕн, çав хĕрӳ хăтартăр сана, тет. N. † Хапха умĕнчи вĕлтĕрене çапĕçĕ те татĕçĕ; ютсем йышлăн, эпĕ пĕччен, калĕçĕ те татĕçĕ. Орау. Çынна пĕр-ик сăмах пат каласа татать. Он обрывает человека сразу, одним или двумя словами. N. Амăшĕ вĕрентем пек тăвать: анчах ачисем ăна: эсĕ ху та нимĕн те пĕлместĕн, тесе, каласа татса хураççĕ. N. Çын сăмахне татса илсе ан калаç. || Сказать резко. N. † Пуян çыннăн ывăлĕ тесе сасартăк каласа ан татăр. Н. Лебеж. † Эсир татса каласан, эпир те татса калăпăр. Кĕвĕсем. Леш кассенĕн хĕрсене каласси пур пĕр сăмах; калăпăр та татăпăр: чĕрисене çурăпăр. Богдашк. † Çав Анаткас хĕрĕсене каласси пур пĕр сăмах, калăпăр та татăпăр, чĕрисене çурăпăр. N. || Выражает усиление. Турх. Авăна татса çапат (здорово, не кое-как). N. Сăмаха татса калаçни (бойко?).

татă

(тады̆), обрывок, отрезок, обрез, обломок; кусок. N. Пĕр етри мантан инçе мар ӳкрĕ те, икĕ салтака ним татти те хăвармарĕ. N. Каçчин вилнĕ çын таттисем çаплах выртаççĕ (не похороненными). Изамб. Т. Ик питлĕ патак таттине (кусок палки) икĕ пуçĕнчен чалăш чуклаççĕ. N. Ан хăрăр, ачасем, ку пĕлĕт татти (облачко) анчах, вăл хăвăрт çухалĕ. Курм. Хоп татти, обломок лубка. || Бляха. ЧС. Хăйсем кăкăрĕсем çине темĕнскерле шăвăç таттисем çакнă (жестяные бляхи). || Разлив. || Частица (грамм. терм.; неол.).

пĕве татти

(-ττиы), разлив запруженной реки, вода пруда, пруд. СПВВ. Пĕве татти. Хурамал. Пĕве татти = пĕвере шыв пухăнни. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ, малтанхин пĕви толсан ярать те, кайрисен певисене татса каять, вара ачасем кулкаласа пĕве таттипе чопса пыраççĕ.

татăк

(тады̆к), отрезок, обрез, обрывок, обломок. Тогаево. Онтан вара ашшĕпе амăшĕ пĕр патак татки (= татăкĕ) илеççĕ те, шăпа яраççĕ. Эльбарус. Кашни пĕрер е икшер патак таткисем çĕклесе, пĕрле пыçтарăнса, вăрмана шала кĕрсе каяттăмăр. N. Çулла тулнă шăнасем çавăнтах тăни тепĕре, хăюне пир татăкĕпе туса яни виççĕ. Тогаево. Иван каллах хăвăртрах сиксе тохрĕ, тет те, каска таткисене (обрубки дерева) пыçтарса (= пуçтарса) тохса пăрахрĕ, тет. Дик. леб. 40. Татăк-татăк пĕлĕтсем пĕр çĕре пухăнаççĕ. || Кусок. Сĕт-к. Çăккăр татăкне çĕре ан прахăр, ачасам! Синьял. † Йăпăр-йăпăр пасара, кулачă татки (= татăкĕ) çимешкĕн. || Обломок, осколок. N. Кайсан-кайсан, Иван чол татки илчĕ, тет. НИП. Татăк-татăк юхать (пăр, после полного ледохода). || Клочок (земли). N. Дворовый (улпутăн хăй патĕнче тăракан) хресченсене ирĕке кăларнă чух пĕр татăк çĕрсĕрех кăларса янă. N. Персияпа Турция (= Перçипе Турци) патшалăхĕ хăйсен патшалăхĕсем хушшинче выртакан татăк çĕршĕн пит хытă тавлашаççĕ. || Часть. Чаду-к. Вара çĕлен патши темиçе татăк пулнă. || Статья. Бес. чув. Вĕрентекен ăна пĕр хаçет парса янă. Унта пĕр тĕрĕк (турккă) патшалăхĕ пурăнăçĕ çинчен çырса хунă татăк пулнă. Вăл татăкра турккă хĕрарăмĕсем арçынсенчен хĕн курса пурăнни çинчен, халăх сахалланса пыни çинчен çырни пулнă. || Отрезок времени. Якейк. Тепĕр татăкра (в другое время) пӳклесе парăп-ха, пĕр татăкра (в непродолжительное время) халь виç йĕм ĕçлерĕм. || Употребляется для выражения уменьшительности. N. Ниăçта та пĕр курăк татăкĕ те çук (нет ни травки), йĕри-тавăра пĕр хăйăр (песок) анчах. Собр. Кил енче тип татăк, Вутлан енче вут татăкĕ. (Чĕлĕм туртни). ЧС. Çӳлте пĕр пĕлĕт татки те çук, хĕвел шăратса пăхать. || Небольшая часть поля (2—З хăлаç). К.-Кушки. || Обрубленный, обрезанный. Ишек. Халĕ те татăк хӳрепе (с куцым хвостом) çӳрет, тет. N. Татăк хăлхапа çӳретчĕ. Синьял. Шур татăк кут, татăк кут, хуса-хуса пытăм та, хурама кутне анах карĕ. Альш. Татăк кут Татяна (насмешка над именем). N. † Татăк кутлă (вар. котлă) тимĕрçсем сиксе тимĕр çапаççĕ. Ала 4°. Эпĕ куртăм çавăнта пĕр хăрăк татăк çăкана. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе, карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. О заступл. Татăк алăллă хĕре курсан, тарçисем те пит тĕлĕннĕ. ТХКА 40. Пĕр сыснин хăлхи татăк. Ала 4. Усал патши ăна пĕр лаша пачĕ, тет, тата тепĕр татăк хĕç пачĕ, тет. N. Татăк винтовккă, обрез. || Распруженный (о запруде). Н. Мазик. Çитсен, унтан ыйтнă: чăнахах санăн арман пĕви татăк? || Лишенный. КС. Аш-пăшран, сĕт-турăхран татăк тăмастпăр. N. Вĕсем никçан та чытнайран татăк полмаççĕ. Юрк. † Вуникĕ ĕне усрăттăм, ĕне сума тухăттăм, сĕтрен татăк пулмăттăм. || Перерыв. Алик. Туя пынă лашасем умĕнче сĕлĕ татăк ан тăтăр (т. е. чтобы без перерыва лошади ели овес).

татăклă

(-лы̆), имеющий куски, части и т. п. Моштауши. Ял икĕ татăклă: пĕр татăкĕ çырмин сылтăм енче, тепĕр татăкĕ çырмин сулахай енче ларать. Шемшер. † Аннен кăмаки шор кăмака, татăклă çăкăр пĕçерет, ăна çимесĕр кассăм (= каяссăм) çок. || Определенный, точный. N. Анчах епле тусан хăйне аван пулнине вăл ытти çынсем мĕнле тăвассине пĕлсен анчах хăйĕн татăклă сăмахне калама пултарĕ. || Решительно, определенно. Кан. Тавăрăнма шутламанни çинчен татăклах каланă. N. Луччĕ татăклă çырса ярас пулать (решительно). КС. Ĕçе татăклă ту (решить или устроить покончить дело с ясностью и определенностью). N. Çак пысăк ĕçе тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, татăклă туса пама (для того чтобы окончательно решить) татах вăхăт кирлĕ пулнă. N. Татăклă пул, расчитаться.

татăксăр

без перерыва, беспрестанно. Курм. Ати, апи! ĕçрĕмĕр, çирăмăр, виçĕ кон ĕçсе çирăмăр татăксăр. Регули 1286. Татăксăр килте порăнать. Изамб. Т. Çапла темĕнччен пĕр татăксăр (очень долго) выляççĕ.

татăл

(-ды̆л), обрываться, отрываться, разрываться, обломиться. Орау. Пĕр-ик-виççĕ чиксе туртрăм та, çиппи татăлса карĕ (татăлчĕ). N. Хĕçĕ (его сабля) те татăлса карĕ, тет. N. Тăха татăлса ӳкрĕ. N. Урисем татăла пуçларĕç. || Отрываться, отстать (в перен. см.). Туперккульос 17—18. Хăшĕ çапла çирĕм çул хăйне тӳрлетекен тухтăртан татăлмасть (т. е. все лечится). N. Выçă тиллĕн куçĕсем çырла çинчен татлаймаç (все смотрят на ягоды). N. Таçтан татăлса çуралса ӳснĕ çын пекех туйăнса карĕ. Календ. 1907. Унта пурăнса салтак килне-çуртне манать, ĕçрен татăлать (отрывается от домашней работы). О сохр. здор. Çынна сиен ан тутăр, тесе, ун патĕнчен татăлма кирлĕ мар. N. Пĕтĕмпех пăсăлнă, таса пурăнăçран татăлнă (отстал). || Переломиться. N. Хора вăрман варăнче (= варринче) хорăн тенел татăлчĕ, вĕрене тенел сыпрăмăр (устроили кленовую ось). || Разрываться (в перен. смысле о сердце). Сборн. по мед. Ача чĕри татăлас пек кăшкăрать. || Прерываться. Изамб. Т. Хыт-сухаран вара Пукравччен ĕç пĕрре те татăлмасть. || Срываться. Ст. Шумат. Унччен те пулмар, Кăтăри (имя героя сказки) татăлч-анч (свалился с дуба). || Вскрываться (о реке). N. Атăл татăличчен, до вскрытия Волги. || Прерываться (о дороге весной). Слакбаш. Çул татăлнă, дорога стала непроезжей (весною). || Переводиться. Шурăм-п. Кăмака çинчен тырă хăшин татăлмасть (не переводится, т. е. все время сушится). N. Ун кил-çуртĕнчен хĕн-асап татăла пĕлмест. N. Куçран кушшу татăлмарĕ (т. е. все время плакала). Суждение. Пĕрре пĕрин патĕнче, тепре тепĕрин патĕнче икшер-виçшер кун ĕçеççĕ — çапла хĕлĕпе сăра татăлмасть. Ib. Пирĕн алăран ĕç татăлмасть. Сборн. по мед. Ун чухне вăл ялта пĕринчен пĕрне ерекен чирсем те питех татăлса пымастьчĕç (не прекращались, случались очень часто). М. Сунч. Чиркӳре вилнĕ çын татăлмасчĕ (постоянно были). СТИК. Ун патĕнчен вырăс татăла пĕлмест. У него всегда русские. || Лишаться. Завражн. Окçаран татăлса карăм. Обезденежел. Собр. Карман тĕпĕнче укçа виçĕ пус та пулсан çӳретмесессĕн, укçаран татăлать, теççĕ. Ст. Чек. Ăйхăран татăлтăм. || Оскудевать. Менча Ч. Ашран-пăшран, тырăран-пулăран татăлса тăмалла тумăсăнччĕ. (Моленье). N. Кашни килĕре пулăран татăлса тăман. || Отлучаться. N. Пирĕн чăвăш килтен татăлмасть. || Сходить (с языка, напр., брань). Йӳç. такăнт. 17. Çăварĕсенчен ирсĕр сăмах татăлмасть (не сходит с языка т. е. они все время ругаются площадной бранью). N. Вăхăтсăр мыскара айван çăварĕнчен татăла пĕлмест. || Расчитаться, расплатиться. N. Тĕрĕс татăлтăр-а? (Из письма; ставится с твор. падежом). Орау. Унпа татăлтăм ĕнт эпĕ. Унпа урăх пару-илӳ çук. N. Халь эпĕр татăлтăмăр иксĕмĕр. Теперь мы в расчете, т. е. уплатили друг другу долги сполна. Изамб. Т. Эпир санпа татăлтăмăр. Мы с тобою в расчете. N. Хăçан та пулсан таталăпăр (расквитаемся). || Быть уплачену. N. Ут окçи татăлман-ха. || Отстать (от других, в пути). N. Манпа пĕрле кайнă ачасам йăлтах вăрçа кайса пĕтрĕç, эпĕ пĕчченех татăлса йолтăм. || Быть решаему. Бес. на м. г. Тата сирĕн халăх хушшинчи кирек мĕнле ĕç те эрексĕр татăлмасть (не решается). || Надрываться (горевать). Альш. Е уйăрăлат та тухат, авлансан — каллах ашшĕ-амăшĕ татăлат (горюют). В. Буян. † Ай-хай тăванăмсем, тантăшăмсем! ан йĕрĕр маншăн татăлса („так, чтобы этот плач потряс тебя, сломил твои силы“). Батыр. Эпĕр атте-аннерен уйрăлса кайнăшăн ан йĕрсемĕр çамрăк ачасем пек татăлса. В. Тим. † Атте-анне, ан йĕр маншăн хурланса, сăпкари ачу (так!) пек татăлса. АПП. † Эпирех каятпăр уйрăлса, атте-анне юлат татăлса. || О горьком плаче. N. Вăл çапла татăлса, йĕрсе тăнă çĕрех пӳрте юлташĕ пырса кĕнĕ. N. Вĕсем пилĕк çул тĕрмере лармалла сут тунă тенине илтсен, татăла-татăла йĕре пуçланă. ЧП. Ан йĕрĕр, хĕрсем, пирĕншĕн татăлса (сильно убиваясь). Пазух. Ан йĕр, тусăм, татăлса йĕрес куну малалла (еще впереди). Ib. Тусăм, ытла та ан йĕр эс татăлса, урăх çынна каймăп, сана пырăп. ЧС. Çумкка (утопленник) ӳтне курсан, тăванĕсем пурте татăлса йĕре пуçларĕçĕ. N. Татăлса макăрас, рыдать. Ау 9°. Ибрахиме курсан, хĕр татăла-татăла йĕме тытăнчĕ. || Выбиться из сил. Трхбл. † Çӳренех те утăм çăлтăр-хушка, татăлминччĕ савни умĕнче. N. Кашкăрăн кĕте-кĕте хырăмĕ вĕçсе татăлас пек выçать. || Уговориться, условиться, договориться. Никит. Çапла йăмахласа татăлсан (когда решили так), пурте килеле саланса пĕтнĕ (они). Никит. Вара ирпе хĕрсем ял хушшинчен чăнах кайăпăр (на опахивание от мора), тесе, пуçтарăнса йăмахласа татăлчĕç. Тюрл. Кçон тапранмаллине кайса татăлас (о начале свадьбы, решить дело свадьбы). Сунт. Малтан Лисукпа калаçса татăлчĕ. Сначала договорился с Лизой. N. Эпĕр унпа хăçан ĕçлеме тытăнасси çинчен калаçса татăлтăмăр. N. Парăмсем пирки калаçса татăлнă тени тĕрĕс марри курăнчĕ.

татăлакан тĕл

тонкое место (где легко рвется). Альш. Çура-çура пĕр тĕле çитнĕ, татăлакан тĕл теççĕ.

татса каймалла

назв. игры. Николаев. Татса каймалла; ку вăйя вылянă чухне вылякансем икĕ ушкăна уйăрăлаççĕ. Пĕр ушкăнĕ тепринчен пилĕк-ултă хăлаçран хире-хирĕç тăраççĕ. Унтан пĕри хирĕç тăракан ушкăнăн çыннисене татса кайма чупать. Лешсем тытса чарсан, ку çавăнтах юлать; тытса чараймасан, камсен хушшинчен тухать, çавсенчен пĕрне лĕш ушкăна илсе каять. Унтан ку ушкăнтан пĕри калех тепĕр ушкăнне татса тухма чупать. Татса тухсан, пĕр çыннине илсе килет, татаймасан хăй юлать.

татсăр-сыпсăр

или татти-сыпписĕр, без конца, без перерыва, постоянно, безостановочно. Бес. на м. г. Вĕсем хĕлĕпе татсăр-сыпсăр ĕçкĕ ĕçеççĕ. Ib. Анчах (= но) çавсемшĕн пĕр татти-сыпписĕрех ĕçлемелле-и вара.

тату

(таду), мирно, дружно. Хурамал. Елĕк икĕ çын пит тату (варлă) пурăнаççĕ, тет, пĕрре те пĕр-пĕрне йăвăр каласа çилентермеççĕ, тет. Ib. † Тăванĕпе тăванĕ тату тăрса, ирттерер-и ĕмĕр тăршшĕне. Слакбаш. Вĕсем тату тăраççĕ. Они живут мирно. Чеб. † Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, тату пурăннине мĕн çитĕ? Ск. и пред. чув. 14. Нарспи, хĕрем, пил сана! Упăшкуна ан пăрах! Аван пурăн унпала, тату пултăр яланах. Бугульм. Ют çынпа ют çын тату пурăнни аван.

тач

(тач’), подр. шлепающему звуку при падении. Якейк. Йăвăç тăрĕнчен тач персе антăм (шлепнулся). Ib. Уяр, уяр! Уяр полас полсан, вĕçсе кай, çăмăр полас полсан, тачах ӳк (упади сразу; так гов. божьей коровке). || Плотно. Сред. Юм. Тач çыпăçтарса лартнă (прикреплено плотно). Ib. Пит тач çыпăçтарнă. Очень плотно сделал, приклеил. N. Çĕнĕ çул каçĕ чăхсем тач пурте пĕр май ларсан, çав çул тырă лайăх та, пĕр май та, сĕрĕмсĕр(?), теççĕ. Хăр. Паль. 36. Турат çинче, пĕр-пĕрин çумне тач çыпçăнса, пыл-хурчĕсем лараççĕ. СПВВ. Тач тăр (плотно). || Близкий. СПВВ. Тач хурăнташ. Сред. Юм. Тач хôнташ, тач ратне, близкие родственники. См. тачă. || В качестве усилительной частицы, в смысле очень. Ерк. 139. Авкаланса, пуççапса, алă парса çаврăнать, ашшĕн тач тусĕсене тĕнче пек ыр сунать. N. Эсĕ тем пек хĕрхенсе пире тач çывăх пулнă.

тачă

(таζ’ы̆, таџ̌ы̆), близкий (о родне). Прим. см. ача яшки. СПВВ. Пит таччи (в смысле близкий; коротко знакомый). N. Ашшĕ-амăшне ывăлĕ-хĕрĕ пек тачă тăван урăх çук та. || Плотный. || Плотно, близко, рядом. Орау. Тачă, тач. Кан. Кĕкĕрт çунма пуçласан, алăкне тачă хупса лартмалла. Кн. для чт. 97. Вăл алăкне тачах хупса хăварман. Шорк. Тĕкме пит тачă лартнă. Баран. 80. Карапа шыв ан кĕтĕр тесе, люк теекен шăтăкĕсене тачă питĕрсе лартаççĕ. Нюш-к. Шалчасене тачă лартса тух. О сохр. здор. Урай хăмисене вĕсен хушшинче пĕр шăтăк юлмиччен тачă сарас пулать. N. Орай хăми тачах çыпăçман (сбиты неплотно). Шел. 6. Пĕр тăвансем пек тачă пĕрлешсе... || В близкой связи, дружно. N. Кирек мĕн калаçма та ирĕк пулсан, патшалăх пухăвĕпе халăх пит тачă тăрĕччĕç, пухура мĕн тунине халăх пĕлĕччĕ.

тачăка

тачка, сырой, недовареный. СПВВ. ИФ. Тачăка — лайăх пĕçермен çимĕç, чуста пекех пулат. || С закалом (о печеном хлебе). Изамб. Т. Тачăка (çăкăр). Ст. Чек. Тачăка çăккăр (сырой хлеб). Собр. Тачка çăккăр виç кунлăх, усал арăм ĕмĕрлĕх, теççĕ. || О полной луне. N. Çĕнĕ ойăх тачка полсан (жирна, с венцом), йĕпе полать. || В перен. см. N. Санăн чĕлхе тачкарах? || Без костей (мясо). Ст. Чек. Тачăка аш. КС. Хăй тачкине илчĕ те, мана шăннине анчах парать. Себе одно мясо взял, а мне кости дает. N. Ун тачăка ашлă пайĕсем пĕр чĕтĕренмесĕр хытă çыпăçса тăраççĕ. Мясистые части его тела сплочены между собою твердо, не дрогнут. Шибач. Тачка аш = шăмăсăр. М. Тачăка пĕç витĕр пульă тухса карĕ. || Сырой (о земле), Ст. Чек. Тачăка çĕр. КС. Тачка çĕр, слишком сырая земля, неудобная для пахания (весною). Ib. Унта çĕр ытла тачка, тырă час-часах шыва каять (заливает водою). Сред. Юм. Соха тачка, земля, которую пашут, очень сырая, так что пристает к сошникам. || Толстый, жирный (о человеке). Хорачка. Тачка çын. || Плотный. Начерт. 163.

тачкал

(-ал), толстеть. Тюрл. Вĕлле хурчĕ. Кивĕ, тачкалнă карас витĕр хуртсем икĕ енче ларнă чух пĕр-пĕрне ăшăтаймаççĕ.

тачкăш

(-ы̆ш), толщина (его). Нюш-к. Хурана ал çупăш (тачкăш) ăвăспа витсе хунă. N. Пĕр качи-пурне тачкăшĕ аяларах лекнĕ пулсан, хул-пуççи шăммине ватса каятьчĕ (разбила бы плечевую кость).

тахат

(таhат), мощь, сила, возможность. Сред. Юм. Туса лартасчĕ пĕр лайăхрах çын куç ôмне кôрăнмалăх çôрт та, çôк вит, тахат çитмес те, мĕн тăвас тен. ТХКА 16. Хаклă япала мар вăл, йӳнĕ япала. Çтена хаçачĕ кăларма кашни ялăн тахат çитет.

ташла

(-ла), плясать. N. Ах, аван та ташлаççĕ! Ах, аван та ташлаççĕ! Ах, как хорошо пляшут. В. С. Разум. КЧП. † Ялти яшă каччăсем ташла-ташла çӳреççĕ. Альш. Епле шăпăр каланипех вăл тери ташлатăн (возможно ли так плясать от одной игры на шăпăр), ирĕксĕр ташлаттармаççĕ вĕт никама та, тесе калат, тет, ку. Ib. Ку пĕчĕкçĕ хĕрсене капла та çитнĕ ĕнтĕ чис (и так достаточно угощения)! Савăннипе пĕр икĕ кун ташламаллăх пур. N. Ташламалла-палламалла. Изванк. Апат çисе тăрансан, пурте шăпăрпа, парапанпа пит хытă ăвăначченех ташларĕç. Ходар. Çапла вара пурте ĕречĕпе ташласа тухаççĕ (пляшут все по порядку). ППТ. Эх! Атьăр, часрах, пуçлатра? Манăн пит ташлас килет. || О движениях птицы хирхи (в воздухе). N. Хирхи пĕр вырăнта ташласа тăрать. || О журавле. Чув. пр. о пог. 2ЗЗ. Тăрна ташласассăн, ăшăтать. Если журавль пляшет — потеплеет. || Топтаться на месте (о сытых и бойких лошадях). Кан. Кил-карти тулли утсем шăнкăравсемпе ташласа çеç тăраççĕ. Якейк. Лаша пĕр вырăнта ташласа анчах тарать (= тапăртатса тăрать). Шарбаш. Ут (лошадь) ташлать. N. Витере тăракан лаши ташласа кăна (в Сред. Юм. ташласа çиç) тăрать (топчется). Ск. и пред. чув. 81. Çĕнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать. || Перебирать мелко ногами (о лошади). Якейк. † Яккошкĕн кĕпер — йăс кĕпер, çич çохрăмран ут ташлать, ут ташлатса килтĕмĕр. || Трепетать (о листьях). N. † Кайкки (= кайăкĕ) вĕçсе кайсассăн, çулçи йолать ташласа. Тогаево. † Çулçи çупать, улми ташлать, сар-кайăксем савăнаççĕ; пирĕн Анок ташланă чух сарă Иван савăнать.

ташлаттар

вдвойне понуд. ф. от гл. ташла. N. Хĕрсемпеле епле пурнан-ха? Хĕрсене ывăç тупанĕ çинче ташлаттаран пулĕ? Янш.-Норв. Унтан ташлаттарма пĕр вăйçă илсе килеççĕ те, туй тума тытăнаççĕ. || Трезвонить. Трхбл. Сăвăр Хĕветĕр (вм. Хĕветĕрĕ) чансене ташлаттарат кăна (о трезвоне).

ташă

(тажы̆), пляска. Слеп. Ташă лайăх ташлать. Охотников. Ташă; две женщины выступают на середину избы и начинается чувашская пляска, не лишенная своеобразной грации и состоящая в том, что пляшущая тихо движется вбок по полу, вставая попеременно на пятки и на носки ступней и в то же время производя руками различные движения и описывая круги в воздухе перед грудью. Потом пляшут мужчины. Сред. Юм. Ташша кĕрсе сӳрĕм (кĕрсе питĕ ташларăм, тессине калаççĕ). Орау. Ташша ячĕ. Пустился в пляс. Пазух. Эпир ташша тăрсассăн, пĕр кĕвви те пулмĕ-халь. Ходар. Кам пирвай ташă пуçламаллине, тата кам кĕсле каламаллине суйласа хураççĕ. Шарбаш. † Турта хушши тур лаша, урапа ташши ташласа, пур ыр çына пăхтарчĕ. Ib. Ташласса пĕр ташша анчах ташланăран, карманине те пĕр пек каланăран, эпир пахчана кайрăмăр. Дик. леб. 46. Ташă ăстисене, чи илемлисеие, чĕнсе пуçтарма хушать. Якейк. Вăл кĕслине кам калать? — Петĕр хăта Микколай (т. е. Микколайĕ). Он ташшине кам ташлать? — Куçма хăта Аннийĕ. Ходар. Ташлама тăрсассăн, пĕр курка сăра параççĕ. Çав куркана ташă курки теççĕ. Ташласа пĕтерсен те, çавăн пекех ташă курки ĕçтереççĕ. (Вирĕм). ТХКА 30. Тăхтапи ташша ытла ăста мар та, ĕçе ăста. Якейк., Шорк. Ташă çемми, плясовой мотив. Капк. Ача-пăча ташша илет. Ерк. 133. Кĕçĕн кĕрӳ такмаклать, сарă хĕре пăркалать, ташламашкăн сĕтĕрет, хĕрĕ ташша илтерет. В. С. Разум. КЧП. Эсĕ те çынсем хыççăн ташша яра пар.

ташлама

(ташлама), круглый ломоть. Хурамал. Çăккăр ташлами = çăккăра иккĕмĕш каснă чĕлĕ. Чертаг. Ташлама (или: çаврака чĕлĕ). Городище Б. Ташлама — следующий за горбушкой ломоть хлеба. КС. Ташлама, çур пашалу, ломоть хлеба во весь каравай. || Назв. обряда. КС. Тырă пĕтерсессĕн, кайранхи ана çине пĕр пайăрка вырмасăр хăвараççĕ; çав пайăркана тăпăлтарса кăлараççĕ те, вара çавăнпала çăккăр ташламине чăркаса, турра кĕл-туса çĕре пытараççĕ. (Стар. обряд). N. Ташламана чӳклеме хыçĕнчен тăваççĕ; ăна çав чӳклеме пекех тăваççĕ. Хуçисене курка тыттараççĕ, мĕн пур пӳртри çынсем пуççапма лараççĕ. Вĕсем куркине сăрапа тытса лараççĕ, ун чухне ак епле каласа кĕл-тăваççĕ. Унăн кĕлли çапла: турăпа патшан сывлăхне асăнса ĕçетпĕр. Çарăк мар, арăк мар, кулмалла мар, тутана шăлмалла мар, кĕрекерен çӳле çĕклемеле мар; кулакана, тутине шăлакана, кĕрекерен çӳле çĕклекене çиччĕ те пилĕк чашкă сăра ĕçтермеле. Т. IV, 39. Хуçа: ятлă курка ярас, тесе калат; çитни пулĕ, çитменни пулĕ, тет; çак куркапа çитерес тесе калас, тет, хуçа; тав сире, ташлама юманкассисем, илтĕрĕр-е, илтмерĕр-е? — Илтĕрĕмĕр, хапăл кĕтни çав пирĕн. Хуçа: ятлă курка ячĕ, хурăнкассисем, тав сире, илтĕрĕр-е, илтмерĕр-е? — Илтĕрĕмĕр, хапăл кĕтни çавă пирĕн. Тав сана ташлама: çӳлте турă, çĕрте патша, ут туртайми урпа, ал çĕклейми хăмла, ĕçекен путене, ĕçейменни карăш. Ытах ĕçсе ярайманни савнинчен уйăрăлтăр. Ib. 48. Тав сана, турăпа патша ташлами, çара çунана хурамаличчен хурамаламасăрах пултăр, куян урине кăшăлличчен кăшăлламасăрах пултăр. Ака тавра аки, çаран тавра çави, ут туртайми урпа, ар çĕклейми хăмла, турат куçĕ куркипе, тумла шывĕ сăрипе пур тăвана кăмăллă тăвас, тесе, калатăп. (Чӳксем чӳкленĕ чух калакан сăмахсем). || Встреч. в соединении: Торкан-Ташлама, половина чув. околодка дер. Чашлама, прихода с. Аттикова. Золотн. 274.

те

(тэ, т’э̆), и, да, еt (союз). См. та. СТИК. Çапла пĕр çул иртет, иккĕ те иртет. Прошел год, прошло и два (из рассказа). N. Мĕн çиес килнĕ, ăна çирĕмĕр (ели): улми те пур, пылĕ те пур, чăххи те пур, тепĕр чухне вара çăккăр çиме те вăхăт çукрах. Слакбаш. Ан çи те, ан ĕç. Эп ĕçместĕп те, çиместĕп те. Альш. Хĕр чухне кăна савăнни те. Только и радости то, что в девках (в девичестве, т. е. пока не вышла замуж). Зап. ВНО. † Çакă ялăн ачине инке-арăм та юрĕччĕ; пирĕн ялăн ачине пĕр сар хĕр те юрĕччĕ. Панклеи. Кошак кон патне те сиксе тохать. Хĕр кошака тапать те ярать, тапать те ярать. || Может повторяться. Альш. Пурте пур унта: пĕр килĕ хăнисем — унта Каши те пур, Мертли те, Раккасси те, Пӳркелĕ те. Регули 1489. Эп те, вăл та пыман онта. || Иногда речь бывает прервана. N. Лаши шăнарать те... лошадь сердится (и потому опасно к ней подходить). N. Хăй тивет те!.. Сама бьет (заставляет работать и пр.). || Хотя и... Регули 1483. Эп ĕнер килтĕм те сирĕн пата, эсĕр килте çок. СТИК. Пухăва каймаллаччĕ те ĕнтĕ, анти — мансăр пуçне те тăвĕç мĕн тумаллине, тенĕ. Орау. Хĕлле эсир: мана чăваш сăмахĕсене çырма ярăп, терĕр те, ямарăр. Орау. Ĕнер вăл ман пата килнĕччĕ те, эп: килте çук, теме хушрăм. Регули 82. Ман конта исе килес те, эсĕр илес çок (или: эп конта исе килсен те, эсĕр илес çок). Сред. Юм. Авăн пит çапмаллаччĕ те-ха, хôплать вит Çĕрпӳве каймалли. N. Ку юр кайсан выльăхсене килте тытматтăмăрччĕ те-ха, анчах юр хăçан кайĕ. Орау. Лаша, теме хăтланать те, уçсах калаймаçть. Хочет сказать: „лошадь“, но выговаривать ясно не может (напр., маленький ребенок). || Уже. Кан. Вăт, Кĕркурин, курăк каллех çулмалла пулчĕ те, теççĕ. Альш. Тухатпăр, япаласене вăй çитнĕ таран пуçтаратпăр та, пирĕн ял вăтаткасса çитнĕ те ĕнтĕ вут хыпса. Яргуньк. Лешĕ (он) кĕпипе хурĕ (= хыврĕ), тет: хусан, Ваньккă çитсе кĕчĕ, тет. Хурамал. Çапла каласанах, леш çын хутаççа кĕрсе те выртнă. Бгтр. Мăнкон çитрĕ те-и? Разве пасха уже наступила? || Тут же. Альш. Кайрĕ хайхи вут чупса. Пĕр килле хыпать те (огонь), тепĕрин çине сиксе те ӳкет. Коракыш. Каçпа карчăк тухнă та: ши! шăхăрнă, кĕç улттăн сиксе те тухнă. || Вот и. Кан. Индустри зайомне çырăнса илекенсем пулчĕç-и те. || Указывает на нечто непредвиденное. Юрк. Çемйисене Пăвана куçарнă вăхăтра (он) хайхи ашшĕ, Миките Микулайĕ, вилсе те каят. Шинар-п. Атте мана каларĕ: мĕн тăвасси мĕн те, пĕтетпĕр вĕт! терĕ. Отец отвечал мне (на вопрос: что делать?) Что делать то, что делать, а ведь, мы погибаем! Орау. Вăсем иккĕшĕ пĕрле пурăннă çĕртех старикки чирленĕ те, вилнĕ те (или: вилех те кайнă, или: вилсе те кайнă, или: вилнĕ-кайнă). Альш. Мишукне салтнă та, тутарĕ сиксе те тухнă. С. Айб. Улпут, хуран куклине илес тесе, аллине кăкшăма чиксе ячĕ, тет те, алли кăкшăмран каялла тухмасть те, тет. || При обобщении. N. Шывне виçĕ савăчĕпе те (во всех трех сосудах) илсе килеççĕ. Якейк. Ман виç ĕнине те сотмалла полчĕ. Кан. Хăшĕ калаççĕ: Çеçпĕл Мишши сăввисем çинчен каламаллăх та çук, унăн мĕн пурĕ те 2—3 сăвă çех, теççĕ. Полтава. Мазепа вăлсен иккĕшĕн пуçне те кастарнă. Мазепа велел им обоим отрубить головы. N. Унăн вăрăмĕ те мĕн пурĕ те çичĕ çухрăм анчах. N. Пирĕн мĕн пурĕ те (всего на всего) пĕр урам анчах. Коракыш. Кирек те мĕнле (во что бы то ни стало), Иван арăмне мана илсе пар. Во что бы то ни стало, добудь мне жену Ивана. Синерь. Хун ирĕк (твоя воля), кирек те мĕн ту. Ашшĕ-амăшне. Мана тесессĕн, кирек те ăçта кай. По мне, так иди куда хочешь. || Выражает усиление. Юрк. Пирĕн кăмăлăмăра пит те килсеччĕ (она). ТММ. Атăл çинче темĕн чухлĕ те кимĕ çӳрет те, çапах та йĕрĕ палăрмасть. (Хĕрарăмсем çинчен калаççĕ). Ала 27. Эсĕ ăçтисем (ты чья), эпĕ сана кунта халччен те курман, тенĕ, тет. N. Пĕр çирĕм хутчен те кайса килет пулĕ вăл. Янтик. Ц. Лачкасси пирĕнтен инçех те мар; васкаса, хăраса чупнине çитмелле те мар. || Соответствует русск. „а“ (в некоторых оборотах). N. Çурчĕ те, ачам!. Çурчĕ, çурчĕ. Çуртне пăх-ха! Один дом чего стоит („а дом то“...). || Юрк. Çурт туса пачĕ пулĕ? тесе ыйтат.— Пачĕ те, тет ку та. || Даже (иногда не переводится). Завражн. Онччен темĕскер те полĕ-ха! До тех пор еще невесть что случится (может случиться). N. Çапрĕ те-и ăна. Тыттарчĕ те-и вара ăна? N. Çын ĕçленипе тăранса пурăнса вĕсем ĕçлеме манса каяççĕ, кайран пĕр ĕç те ĕçлейми те пулаççĕ. О сохр. здор. Çав хĕрнĕ çан-çурăм çур тавлăкчен те сивĕнмест (от паренья в бане). Шурăм-п. Çавăн пек чăваш пĕрех çеç те марçке-ха вăл. Ведь, таких-то чуваш, смотри, не один. || В песнях имеет неопределенное значение, заменяет недостающий слог в тексте. Альш. † Икĕ те сарă ача эп ӳстертĕм, икĕ те хура куçăмсенчен пăхтарса.

те

(тэ, т’э), неизвестно... ли, неведомо... ли, я не знаю... ли. N. Те Микихвере кӳршисем каласа кăтартнă ун ачисем ват карчăкран кулни çинчен. N. Эпĕ она кăтартрăм та, вăл те соккăр, ним те кормарĕ. Ст. Шаймурз. † Кăмакăрта хăйсем (лучины) шăлтăртатать, те çунас вăхăт çитнĕрен (не знаю, оттого ли, что эй наступила пора гореть, т. е. , м. б., эй наступила пора гореть). N. Сана эпир хытă кĕтрĕмĕр, анчах эсĕ те килте, таста, çавна эпир пĕлместпĕр (мы не знаем, дома ли ты, иди где в другом месте). Орау. Паян çăмăр те пулать (неизвестно, будет ли сегодня дождь). N. Те усĕрнипе (от кашля) ыратать... Я не знаю, от кашля, что ли болит... (в просторечии: не знай, от кашля болит). N. Те кăнтăрлана (на обед) чĕнет ĕнтĕ... Я не знаю, может быть, это уже зовут на обед (в просторечии: не знай, уж на обед зовут). || С иронией. Ст. Чек. Те унта шăнса выртмалла! (Говорит человек, которого посылают на холод). || Как будто. Изамб. Т. Ыраш парса ярсан, Ваççа калат: те, Елим каламасан, эпĕ Елчĕк çуннине пĕлместĕп (как будто я не знаю) (quasi vero nesciam) без Елима (т. е. без его сообщения), что в Яльчиках был пожар). || Иногда повторяется. СПВВ. Те апла, те капла. Не то (нето) так, не то (нето) эдак (в просторечии также: не знай так, не знай эдак). N. Урăх çыру ярасси те пулать, те пулмасть. Не знаю удастся ли еще послать письмо. N. Вĕсем те вилĕ, те чĕрĕ тухнă (вышли из боя). Орау. Ыран те пурнан, те вилен. Ib. Ыранччен (до завтра) те пурнан, те вилен. N. Ыранччен те куратпăр (увидим), те курмăстпăр. Регули 479. Те корнă, те корман. Не знаю видел, не знай нет (т, е. не знаю, видел или нет). Ib. 1438. Те вăл каять, те ашшĕ он каять. Не знай он поедет, не знай его отед (т. е. не знаю — он ли поедет, или его отец). Шугуры Ц. Вăл вăхăтра эпĕ пĕр пилĕке те çитнĕ, те çитмен, уна астумастăп. Не помню, было ли мне тогда лет пять: или меньше, или больше. || Может соединиться с другими выражениями неведения или недоумения. Янтик. Хулана те карĕ тем. Не знаю, съездил ли он в город. СТИК. Те кашкăр темĕн! Едва ли это волк! (В Сред. Юм. это значит: не знаю, волк, что-ли!) Ib. Те кашкăр, те мĕн! Неизвестно, волк ли, что ли (т. е. волк или что другое). Орау. Пирĕн кукамайпа пĕр тăван хĕрин хĕрĕ пулмасть-ши вăл? — Те çапла, темскер. Это не внучатая ли внука (внучка) нашей бабушки по матери? — Не знаю, может быть и да. Юрк. Те тĕрĕс пулчĕ, темĕн ĕнтĕ, çын сăмахĕ. (Уж не знаю, правду ди он сказал). Бес. чув. 9. Ку лаша манăн ватăлса çитрĕ (совсем стала стара), çурхи тырра те акаймĕ темĕн (не знаю, удастся ли с ней справить весенний сев). Изванк. Те ăна ытла çилентертĕмĕр пули-мĕн. Или уж мы очень разгневали его?.. ЧП. Килекен тăванçăм килми пулчĕ, те хамăр начартан, те мĕнтен (потому ли, что мы бедны, плохи, или по какой другой причине).

те

(тэ), говорить. Панклеи. Мĕн тетĕн? Что ты говоришь? N. Мĕн терĕ? Что он сказал? Регули 466. Мĕн темеççĕ çынсам! Чего не скажут люди! (т. е. они могут сказать все, многое, их не переслушаешь). N. Ивана мăшкăлласа кулнăшăн, акă мĕн тенĕ. || Вводит прямую речь, как русское „говорить“. N. Каларĕ, тейĕн ак! Вот ты сам убедишься, что я сказал (правду). N. Вилеп, тесех тăрать. Все твердит: „умрет“. N. Эсĕ ан мантăр, тесе. Ст. Шумат. Эсĕ тăват уралă, эпĕ икĕ уралă, тет,— хăшĕ те хăшĕ валтан анĕ (кто из нас раньше сойдет)? тет. Ал. цв. 20. Эсĕ паян ешĕл йывăç пахчине пырса туратсем, чечексем, çулçăсем карнă ху юратнă хушша кĕрсе лар та, акă çапла кала: шанчăклă чурам, калаç-ха манпала, те (скажи), тет. Сред. Юм. Хай ача: эсĕ ман аппа пôлан-çке, эпĕ сан шăлну вит, тесе ячĕ (воскликнул), тет. || Весьма часто вводит предложения, соответствующие русской косвенной речи; при этом вводному предложению нередко предшествуют глаголы думания, говорения и вещания, а глагол „те“ ставится после него. Подлежащее вводного предложения часто заменяется вин. падежом, а самое построение вводного предложения нередко частично изменяется в сторону косвенной речи. Шурăм-п. Тутлă шăршă кĕрет: ăçта та пулин пыл пур, темелле (подумаешь, что...). Регули 476. Поплеççĕ: вăл килмест, тесе (или: вăл килмест, теççĕ). Гаворят, что он не придет. Ib. 1481. Эп пирĕн тесе (или: тесе те, т. е. подумал), пирĕн полмарĕç. Эп пирĕн, терĕм, пирĕнех полчĕç (оказались нашими). Ib. 471. Эп çĕмĕрнĕ, тесе, ятлать. Бранит меня, как будто я разбил. N. Санпа тавлашма тытăнĕ, тетĕн-и, эсĕ ăна? Неужели ты думаешь, что он выступит с тобою в состязание? Ал. цв. 20—21. Эсĕ мана хăвăн сассупа хăратăп, тесе, ан шиклен. Не бойся, что ты испугаешь меня своим голосом. Истор. Вырăссен çарĕ чакма чарăннă, тенине илтсен, хрантсуссем те пит савăннă. N. Эсĕ килет поль, тесе (думая, что ты идешь), алăк уçма тухрăм та, эсĕ пулмарăн? Трень-к. Эп (эпир) пурт çинчен ан антăр, тесе, посмине илчĕç. Они убрали лестницу, чтобы я (мы) не мог (не могли) слезть с крыши. N. Пире... сирĕн пата: пĕрле пурăнар, тесе, калаçса килĕшме ячĕç, пире хăвăр тусăрсемпе, юлташăрсемпе пĕрле çырса хуччăр, тесе, йăлăнма ячĕç, тенĕ. Послали нас к вам, чтобы заключить с вами союз и мир, и чтобы вы вписали нас в число соратников и друзей ваших. Регули 477. Эп паллимарăм, те. Скажи, что ты не узнал. N. Вĕсем мана: çырла ан туптăр, тесе (чтобы я не нашел ягод), кунта исе килнĕ. N. Вĕсем: эпĕ çырла тупам мар, тесе, мана кунта илсе килнĕ. (Странная конструкция, по смыслу с пред. совпадающая). N. Салам кала, тата: тав тăвать сана кĕнекешĕн, те. Передай ему поклон и скажи, что я благодарго его за книгу. N. Кашнийĕ вĕсем (каждый из них) мĕн пысăкăшĕ, мĕн аслăшĕ, вĕсене пурне те вырнаçтарса тăма мĕн чухлĕ вырăн кирлĕ? тетĕн. Регули 472. Эп: вăл, терĕм,— вăл мар, терĕ. Я сказал, что это он, а он сказал, что это не он. Н. Чукалы. Атя чултан шыв кăларар! — Якуркка калат: атя! кăлараймăп, терĕн-ем? Юрĕ кăларса пăхăпăр, чим, кăштă каяр-халь. Регули 473. Эп: кирлĕ мар полĕ, тесе. Я думал, что, вероятно, не надо. Ib. 475. Эп шокшларăм (= шухăшларăм): вăл, тесе. Я думаль что (это) он. Ib. 1447. Эп она: пĕлтĕр, тесе (чтобы он знал), йори каларăм. [Эту фразу можно понять и иначе: „я сказал ему ложно, что (это было) в прошлом годе“]. Кан. Уçсан та (окно): кантăка çĕмĕрмесĕр хупатăп, темелли çук. Нельзя быть уверенным, что затворишь его, не разбив стекла. НТЧ. Хай Елекка виçĕ кунтан: пуç ыратать, тее пуçларĕ. Кан. Çитрĕ, карчăк, пурнăç? теейсе юлтăм. Капк. Атте, мана валли кĕнеке илме сан укçа çук, тетĕн? Урмай. Лешĕ калать, тет: çичĕ куçĕ те çывăрса кайнă, терĕ, тет (у меня). Юрк. Мĕн çинчен? тесе ыйтат чăвашĕ те. Кн. для чт. 10. Усал çынна çыпçăнсан: ырă çул çинче, тесе, ан кала. N. Вĕсем сан çинчен: пусмăрлать, тесе, тата тепĕре каласан: эпир хамăра тивĕçлине тăвăпăр: санпа тинĕс çинче те, çĕр çинче те вăрçăпăр, тесе, çырса ятăмăр. Мы написали ему так... если они еще обратятся с жалобою на тебя, то мы окажем им справедливость и будем воевать против тебя на море и на суше. Якейк. Эпĕ Хосана килет, тенине илтсен, вăлсам пит савăннă. Услышав, что я (ты, он, мы, вы, они) приеду (-ешь, -ем, -ете, -ут) в Казань, они очень обрадовались. (Отметьте здесь употребление глагола З-го лица ед. ч. при подлежащем во всех лицах и числах). N. Эсĕ калан мана: сана çавраймарăм, тен. Ты говоришь, что я тебя не сумел свертеть (т. е. увлечь; замечательная косвенная речь). КС. Платон: сана кăçал килмеçт вăл, терĕ. Платон сказал, что ты в этом году не приедешь. СТИК. Эпĕ кăна, эсĕ кайтăр тесе (чтобы ты ушел или уехал), турăм. Эпĕ ку япалана, эсĕр кайтăр тесе (чтобы вы ушли или уехали), турăм. Регули 718. Вăл манран итрĕ: пичĕш килет-и? тесе (придет ли его старший брат, т, е. брат спрашивающего или брат другого человека; смысл двоякий). Якейк. Эп сан пата мĕн тума пытăм поль, тен? Как ты думаешь, зачем я к тебе приходил? N. Эсĕ, Анна, мана (про меня): карточка теме ямас у ман пата, тесе калат, тет. Про тебя, Анна, говорят, что ты говоришь, что я почему-то не посылаю тебе своей фотографической карточки. Альш. Эсĕ çывăраттăр, тесе (думая, что ты спишь), кĕмерĕм эпĕ. Сана: çывăрат, терĕç те (сказали, что ты спишь), кĕмерĕм вара эпĕ. || В З-ем л. ед., а иногда и мн. числе, употребл. в смысле русского безличного оборота: „говорят“. Альш. Пурăнсан-пурăнсан, вăл ăвăсĕсене пĕри каснă, теççĕ, хăшне-хăшне; унтан вара суккăр пулнă, тет-и, мĕн-и (говерят, что-ли)? Ib. Çилĕмсем çаклансан, ĕçерсе яма анакансем (в воду) пулнă, тет-и-мĕн те, çавсем калаççĕ, тет. Изамб. Т. Энтрипе арăмне уйăрса кăларнă, темест-и? — çапла, тет, çав. N. Ăна вилнĕ темери? Не говорили-ли, что он умер? Регули 478. Поплеççĕ: вăл килмеçт, тет? Говорят, что он не приедет. (Здесь странное соединение мн. ч. с ед.). || Называть. N. Çакна чăвашла мĕн (как) теççĕ-ха? Ăна кунтăк теççĕ. СПВВ. НН. Малтан пыракан тесе укçана калаççĕ. Çавна илесчĕ те, малтан пыраканни çук тени — çавна илесчĕ те, укçа çук тенĕ сăмах пулат (означает). || Думать, предполагать, хотеть, желать (ставится с прич. буд. вр.). N. Антон (Антун) каларĕ вара: Захар (Сахар), епле топас тетĕн утсене? терĕ. Юрк. Эпĕ ĕлĕк те авланас теместĕмччĕ, ун чухне те пĕр шуйттанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и? тет. М. Яльч. † Пĕчĕккĕ лаша, турă лаша, кăçалхи çул кӳлес теменччĕ; ай-хай пуçăм, çамрăк пуçăм, кăçал çул каяс теменччĕ. Регули 556. Ярас тетĕп. Хочу (сообщить) послать. Ib. 559. Эп каяс темĕп он чох. Я тогда откажусь (не захочу) итти (ехать). Якейк. Килес мар тесеччĕ эп паян. Я сегодня не хотел было приходить. Ib. Ăна корасах теттĕмччĕ, коримарăм. Ăна корасах тенĕччĕ, коримарăм. Ăна корапах тесеччĕ, коримарăм. Ăна корас тесех килсеччĕ, коримарăм. Ib. Эп тăвас тенĕ пек полчĕ; эп шохăшланă пак полчĕ (как я желал, так и случилось). Регули 1519. Вăл пĕтерес терĕ те, пĕтеримарĕ (пĕтерчĕ). Сред. Юм. Онпа çитмес тăта, ôна та сотас тет, мĕн ĕнтĕ. Этого не достаточно, еще и это хочет уже продать. || Решать. Якейк. Эп конта йолас терĕм уш (решил уж остаться здесь). ГТТ. Эпĕ: хама тӳрре кăларам, темерĕм çав ĕнтĕ. Я решил не защищаться. || Обещать. Регули 1482. Эс ĕнер килес терĕн те (или: терĕн), килмерĕн. Эп килес терĕм те, килтĕм. Ib. 1520. Вăл мана курас терĕ те, курчĕ. || Употребл. во многих чувашизмах. N. Мorbus тени чир тени пулать. Слово morbus означает болезнь. Альш. „Пулуштух“ тессине „палăштух“ теççĕ. Вместо „пулуштух“ они говорят „палăштух“. Чт. по пчел. № 17. Хурт йĕрки тесе эпĕ „пчеловодство“ тессине калатăп. Термином „хурт йĕрки“ я перевожу слово „пчеловодство“. ТХКА. Эпир, эсир,— теççĕ анатрисем. Сăмаха вир-ял пупленешкел эпир тессине эпĕр, эсир тессине эсĕр, тесе çырма эпĕ шутлатăп та ĕнтĕ. Я. Турх. Ывăл тессине „ул“, анне тессине „апи“ теççĕ. Юрк. Вырăсла тесен, вырăсла мар, чăвашла тесен, чăвашла мар. По-русски — не по-руски, по-чувашски — не по-чувашски, т. е. не разберешь как, не поймешь на какой лад. Шурăм-п. Чăнах та пирĕн паталла, çын тесен, çын мар, упа тесен, упа мар, лап-лап пусса утса килет. Ал. цв. 6. Пӳрт тесен, пӳрт мар, çурт тесен, çурт мар (не то изба, не то дом). Юрк. Илемлĕ темелĕх те пур. Можно сказать, что она и красива. N. Хальхи куланай (подати) куланай темелĕх те çук (т. е. очень малы). Ромс. 30. Ĕçлес тесе (усердно) ĕçлеççĕ. Якейк. Йăван тесе Йăван çынтан кулать! Даже Иван (уж нащто Иван), и тот смеется. N. Пăва тесен, Пăва та пирĕн хуларан илемлĕрех. Уж нашто (на что) Буинск, и тот красивее нашего города. Т. VII. Шухăшларĕ, шухăшларĕ, тет те: пырăм, хăшне çиессӳ килет — пылĕ те, çăвĕ те, ашĕ те, сĕчĕ те, хăйми те — мĕн тенĕ вăл пур (есть все, что хочешь), кала, терĕ, тет. Толст. Бухар патшалăхĕнче мĕн тени вăл пур (есть все, чего хочешь). Орау. Вăт пирĕн Якур, ĕçлет тесен ĕçлет! (работает так работает; уж действительно работает). N. Чухăн хресчен пурăнăçĕ тесен (если говорить о бедняцкой крестьянской жизни), пит лайăххи, матурри сахал вара: пĕрин лаши çук, тепĕрин плукĕ, сухи-сӳри çук. Байгул. Нумай пулать, тет-и, сахал пулать, тет-и (через сколько-то времени), çаксен пӳрт тăррине пĕр хуп-хура кайăк пырса ларнă, тет. Орау. Çывăрса тăранимарăм тетĕн паян! Как ты говоришь, что ты сегодня не выспался? Юрк. Ыран калăм-кун тесен (накануне) чустасем лартаççĕ. ЧС. Пĕр çула (летом), çимĕк çитесси виç кун тенĕ чух (за З дня до семика). Ст. Яха-к. Çăварни пĕр эрне тенĕ чухне (за неделю до масляницы) çынсем сăра тума пуçлаççĕ. СТИК. Мункун тесен иккĕмĕш кун, в пятницу страстной недели. Ib. Раштав тесен виççĕмĕш кун, за три дня до рождества. N. Çапла вăсем мункун пĕр эрне тенĕ чухнех (за неделю) тем пек сĕреншĕн хатĕрленсе, ăна чунтан-вартан кĕтсе тăраççĕ. Яжутк. Ах, килемей! Эпĕ килемей тесен, килемей тесе калăп, кукамай тесен, кукамай тесе калăп (тархаслани). N. Çак ыйтнă кĕнекесемшĕн укçа тесен (если потребуются деньги) укçа та ярăттăмччĕ.

тенĕ пек

почти что. Юрк. Куллен тенĕ пек тата вăйлă çилсем пулчĕç. НТЧ. Елеккине вăрманта çапла илтĕннĕ пулин те, ĕненмесĕр, кашни кун тенĕ пек юмăçа кайма пуçларĕ, тет. ЧС. Сурăха пурте юратса хăйсен çăварĕнчине тенĕ пек çитеретчĕç. Янш.-Норв. Хама вăл кашни эрнере тен(ĕ) пекех пулăшать. О земл. Çавăнпа кĕнеке яланах тенĕ пек пĕр пекрех тăраканни çинчен калать. || Встр. в чувашизмах. N. Эсĕ чĕрĕ тенĕ пек ят йышăнса çӳретĕн, анчах эсĕ вилĕ.

тенĕскер

встреч. в чувашизмах. Н. Шинкусы. Вăл, тиек тенĕскер, чее (хитёр) вĕт, чăвашсем йăлине витĕрех пĕлсе çитнĕ. КС. Вăрă тенĕскер (или: тени) яла килсе ан кĕтĕр (никто, ни один из воров). ЧС. Пĕр чĕрес сĕт илсе вут йĕри-тавра виçĕ хут çавăрас пулать те, вут çине сапас пулать; апла тусан та вут-кăвар тенĕскер чарăнаканччĕ, тесе тĕшмĕшленнĕ. N. Тăшман тенĕскер пирĕн тавраран сирĕлтĕр. N. Выртрăм та, шухăшласа выртатăп: епле-ха ку, тутар тенĕскер, пуртне таса тытать, тетĕп. Ала 91. Акă ама-çори тенĕскер мĕн калат вăл: хăвăн ачусене чараймастăн, мана хирĕç ятлаçма хушатăн, тет.

тевет

(тэвэт, т’эвэт’), назв. женск. Убора — лента, украшенная монетами и надеваемая через левое плечо. Изамб. Т. Альш. Суллахай хул-пуççи çинчен сылтăм хулайне (чалăш) тевет (умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ эрет, тата шăрçа пуснă, тата çавăнтах юнашартарах çиччĕ-саккăр, тенкĕшерлĕх кĕмĕлсем, çакăнса тăраççĕ, хыçалта нимĕнех те çук; тевете тăхăнмалла). ЩС. Тевет — широкая лента, перевешиваемая через правое плечо (шăрçа, нухрат, ял-тăрка, хурт-куççи). СПВВ. Тевет; хĕрсем хул çинчен çакаççĕ. Начерт. Тевет, лента, убранная бисером, коею препоясываются женщины, наподобие орденской ленты. Слеп. Тевет (чалăшла çакаççĕ; хор-поççиллă, тенкĕллĕ, хĕрлĕ сентелтен). Янш.-Норв. Тевет хĕрĕнчи шур, кукăр-макăрлă кăвак тытнă пукранка (тесьма). Теветĕн икĕ вĕçĕ пĕр çĕре сыпăнакан вырăнти „йыт пулли тĕрри пусма“ илсен, çав луччă тӳсекенччĕ-ха, теççĕ. Тевете хĕрарăмсем туй хĕр-çумми ларма çакса кайнă. Тевете сулахай хул-пуççи çинчен каялла туса çакса кайнă. Алших. † Тевет, тевет тиеççĕ, тевет çакки час пулмасть. N. Тевет, тевет тиетĕр, тевет сире çакланмас; сарă — хĕр, сарă хĕр тиетĕр, сарă хĕр сире çакланмас (не достанется вам, не попадет в ваши руки). Зап. ВНО. † Çуракине çитсессĕн, трр...и, трр...и! тăри сасси; хĕр вăййине тухсассăн, чăнкăр-чăнкăр тевет сасси. Ib. † Тевет, тевет, теветсем, эсир пурте пирĕншĕн, анчах телейшĕн кăна. Ib. † Тевет, тевет, тиетĕр, тевет сире çекленмест (не достанется); сар хĕр, сар хĕр, тиетĕр, сар хĕр сире çекленмест. Ск. и пред. чув. 69. Шăпкăр-шанкăр теветне хул-пуççи урлă ярать. Собр. 253. † Çийăм тулли теветĕм пур, сире халал тăвас çук, хĕвел карти пултăр-и! Кĕвĕсем. Ман теветри пилĕк тальăр — пилĕкĕш те пĕр манир. Байгул. † Тевет куççи, хурт-куççи, татса илмеллех килнĕ эпир. См. Золотн. 241.

теветкелĕ

решительный, смелый. || Смелый. Халапсем 34. Епле ялта пĕр теветкелĕ (хăюлă) çын çук пулĕ? || „Домовитый“. Стюх.

тевккеллĕ

предприимчивый, решительный. Сред. Юм. Тевккеллĕ çын, пĕр тума шокăшласан, мĕнле те пôлса тăвать-тăватех.

тек

(тэк, т’эк’), все, то-и-дело, assidue. НАК. Хăй тата ниçта каймасăр кулĕ тавра (кругом по озеру) калла-малла тек ишкелесе çӳрет (утка). Перев. Хамăр нимĕн çинчен те шухăшламастăпăр, текех тататпăр (знай себе рвем ягоды). Н. Лебеж. † Выляма тесе, тухрăм урама, тек пăхаççĕ манăн сăн çине (на мое лицо). Сред. Юм. Тек хăраса çӳре онта (все бойся там), арран ирĕке тôхрăмăр. N. Вĕсемпе тек килĕштермесĕр пурăнатпăр (все ссоримся). Изамб. Т. Çапла тек (всё) лашасене çавăрса аштараççĕ. Юрк. Пĕри хăй амăшне, ватă çынна, хире пăрçа вырма илсе каят. Амăшĕ, вырнă чухне пĕр пăрçине, çиме тесе, çăварне хыпсан, шăлсем çук пирки çиеймесĕр, тек çăварĕнче чăмласа тăрат (горох остается у нее во рту не разжеванным). М. Васильев № З, 51. Шор лашапа эпĕ тек (мĕн тăвас тен выльăха?) пĕлĕт çине олăхап пек. Янтик. Пĕрре çаптарас пулать сана кутран, вара тек вырăн çине шăма пăрахатăн эс (перестанешь постоянно мочиться в постели). || Гиперболически. СТИК. Мĕн тек пĕтĕм ачу-пăчупа йăхланса çӳрен? (Говорят про женщину, идущую куда-нибудь со всем семейством, с ребятишками). Ib. Лапăртатса ан тăр тек! Не болтай. Ib. Çывăрса ан вырт ĕнтĕ тек, тăрас пулат! || Плеонастически. Орау. Вăл (она) хăш чухне, хутса ярсан, хупма (скутать печь) тек килекенччĕ. || Всё (в смысле „всюду“). N. Манчжуриара (= Манжурире) тикĕс вырăн пит сахал, тек тусем. || Больше, amplius, ultra. N. Тек ан таврăн! Тек ан таврăн (больше не возвращайся)! тесе, хĕнерĕ, тет те... N. Çăварна тек ан кар. Истор. Новогород çавăнтан кайран тек ирĕке тухайман вара. Альш. Амăшĕ калат, тет; тек çăкăр çук ĕнтĕ (больше хлеба нет), тесе калат, тет. N. Текех тăвассăм çук ун пек (больше не буду делать). N. Иляна вăл текех курайми пулнă (с этого времени возненавидела). Ала 17°. Халĕ ĕнтĕ эпĕ сирĕн патăрта вуникĕ çул пурăнтăм, текех (больше) кунта пурăнма юрамасть, каяс пулать. N. Текех ун çине те шанми пултăм. Я больше на него не надеюсь). Ала. Тек ан калаç, эпĕ хăратăп. Дальше (больше) не рассказывай, я боюсь. Торп-к. † Эпĕ сире текех кисе курас çук (больше не приеду к вам повидаться), сыв полăр та, пор полăр! Яргуньк. Сутнă чух ман пуçăмри йĕвене ан пар; парсан, мана текех кураймăн (больше не увидишь), терĕ, тет. Ой-к. Текех пыман вара. Больше не приходил. N. Килтен хут (письмо) илмесĕр текех хут ямастăп. Лашм. † Пирĕн çак тăвансем тек килес çук (больше не придут); килсессĕн, пăха пĕлес çук (мы не сумеем принять с должным почетом). N. Тек (больше) ним те çырма пĕлместĕп (в письме). СВТ. Нумайĕшĕ: çын шатра чирĕпе пĕрре чирлесессĕн, нихăçан та текех шатра тухмасть, теççĕ. Сĕт-к. Салтака тохса кайнă чоне: сыв полăр та, пор полăр, текех килсе кормăпăр, тесе, макăрса йорлаççĕ. N. Ăна текех хистемен вара. Его больше уж не принуждали. Регули 1301. Тек ан кил. Больше не приходи. Постоянно не приходи. N. Пĕр каланă пулсан та, анчах тек ан калатăр. Если сказал, то пусть не повторит того. || Опять. N. Этем пĕрре вилсен, тек пурăнасси пур-и? Янтик. Халь ĕнтĕ пĕрене хатĕрлесе çитертĕм, тек кайса шырас хуйхи çук. || Еще. N. Ман пек хĕн ĕçсене, ырă ĕçсене пит тĕплĕ туса пурăнакан çын çĕр çинче тек пур-ши вара. || В состоянии бездеятельности. Встреч. в след. обороте. N. Тек тăр-ха, ан вĕлер! Стой, не убивай. Микушк. † Ылттăнах та хачă, кĕмĕл ункă, кăтачĕсем çукран тек тăрат (ножницы лежат так, т. е. без употребления). Пазух. Юрлаймăттăм — юррăм та, ай, тек тăрать (иначе мои песни останутся так, т. е. без приложения). || Лашм. † Ай хаях та миллай, хамăр савни, эп каймантан тек кĕтсе тăрать пулĕ (вар. эп каяймантан тек кĕтет, т. е. всё ждет меня, чтобы взять замуж?). Кама. Эсĕ те кунĕн-çĕрĕн кĕнекепе. Сан пирки мана вăрçаççĕ. Ларасчĕ майланса тек кăна. Пĕтĕм ял сан çинчен калаçать.

тек-тек

то-и-дело, часто (синон. час-часах). Юрк. Тек-тек тукаличчен (жертву), пĕр хут туннипе иртсе кайтăр. Н. Карм. † Икĕ шăнкăрав сассисем тек-тек пулĕ, манăн сассăм кунта тек пулмĕ. Пазух. Халь килĕпĕр, тăвансем, халь кайăпăр: тек-тек килет, тесе, ан калăр. N. Вăл Мускава тек-текех каять. N. Эсир те полсан (и вы) тек-текех (чаще) ярса тăрăр. Шăна чир. сар. 18. Тек-текех пӳрт-çурт таврашĕнче чыссăр вырăнсем пулаççĕ. Собр. † Тек-тек килме тетерлек мар. Я не пигалица, чтобы часто прилетать (сюда). Ст. Чек. Эпĕ ĕнтĕ тек-текех килмĕп кунта (редко буду приходить). N. Тек-те-текех, то-и-дело.

тектĕр

подожди. Альш. Тектĕр-ха, пĕр шӳт кăтартам, тет, чарăнăр, тет. То же сл. и в Череп. См. тĕк тăр. || Употреб. и во мн, ч. N. Тектĕрĕр-ха, пĕр сăмах калам.

телей

(тэл’эj, т’эл’эj), счастье. N. Хĕвел аннă вăхăтра турă телей валеçет, тет, çавăнпа çывăрма хушмаççĕ; çывăрсан телейсĕр тăрса юлать, тет. Сюгал-Яуши. Ман юлташ пысăк пулă тытнă та, кăçкăрса ячĕ: ай, ман телей! терĕ. N. Телее укçа парса илме çук. N. Пирĕн телее йытă çинĕ пулĕ. Ст. Чек. † Шурă аккăш вĕçет, ай, малалла, ик çуначчи юлат, ай, каялла. Эпĕр шухăшлатпăр, ай, малалла, пирĕн телей юлат каялла. (Солд. п.). Орау. Халăхсене телей валеçсе панă чухне чăваш урине сырса юлнă, тет. Трень-к. Анчах манăн хот вĕренме телей сахал полчĕ: школ хамăр ялта çок полчĕ (не оказалось). N. Çул çинче выртакан япалая тупсассăн, хуçи тупăнсан та, ăна каялла ним укçасăр пама юрамасть, телей çухалать, теççĕ. ЧП. Çинçе пилĕк, хура куç, кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? ЧС. Чăнахах та (и действительно), ман телее (на мое счастье) унта шыв юхса выртать. Юрк. Телейне хирĕç (к счастью) хăйсем ялĕнче ана-çарансене çĕнĕ ятсемпе уйăрсан (çĕнĕпе тусан), ачисем ята кĕрсен тин пăртак сывлăш иле пуçлат. Бюрг. Телейне хирĕç хунĕ пырат-кĕрет те: мĕн ĕçлен эсĕ, кĕрӳ? тесе ыйтат. N. Пайтах вăхăт иртсен, çак çук-çынни ватăлмалăх кунĕнче, телейне хирĕç, пуя кайрĕ, тет. N. Манăн телей пулмарĕ çавă йăвăç тăрринче. N. Ман телее темскер çисе янă. Якейк. † Вăрмана карăм — шанки çок, киле килтĕм — арăм çок, ахаль пирĕн телей çок. N. Телей çине телей. N. Телей курса пурăннă чух хĕн-хурлăх манăçа юлать (бывает забвение о несчастьи). ГТТ. Телей пĕтни. Т. VI, 21. Асăнатпăр, витĕнетпĕр ачамăрпа. Вăсен телейĕнчен те пулин, килен-каян телейĕнчен те пулсан, патăр. Çырлах! (Ака пăтти). N. Пасара карни (= кайрăн-и)? — Карăм.— Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм.— Ак телей! — Телейи-япали, кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. Чебокс. Ман телейпе, на мое счастье (потом в оригинале учителем исправлено на „телее“). Истор. Хыçĕнчен ăна темĕн чухлĕн ухăсемпе пере пуçланă анчах, унăн телейне кура, пĕри те тивертеймен (не попал). N. Унтан вăл хăй те, виçĕ çул пĕр телейсĕр патшара ларсан, усал тискер вилĕмпе вилнĕ. Кн. для чт. 11. Ун телейне кура çав хутрах урампала ача пырать. Баран. 110. Çĕр ĕçлекен телейĕнчен тырра пĕтерекен кайăк-кĕшĕк çуллен темĕн чухлĕ пĕтет. Ачач. 98. Ача телейне пула, халь çинче ашшĕ ăна нимех те усал тумарĕ. || Доля, судьба. Орау. Этемĕн хăй телейĕ ĕнтĕ ун, курассине курать. N. Пирĕн телей çанашкал полчĕ поль. Видно, такова наша судьба! N. Эх, пирĕн телей икĕ вĕçĕ те шĕвĕр полĕ! N. Пирĕн телей малтан пырат, çынсем курма килеç тем чул. Турун. Эпĕ поян çынăн телейĕ, тенĕ.— Ман телей ăста? тесе ыйтнă вăл вара. Лешĕ каланă: санăн телей ял хапхи патĕнче, тенĕ. Шор-к. Авалхи çынсам каланă: телейна (= телейне) пĕл те, Москава кай, тенĕ. N. Телейне пăх та, Мускава кай, теççĕ. (Послов.). N. Мĕн тăвас тен эсĕ, хамăр телей çампек (= çавăн пек) поль. ЧП. Эпĕ ĕмĕтленетĕп малалла, телейĕм туртать каялла. Байгул. † Телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. (Песня на поминках). || На конце пальцев, со стороны противоположной ногтям, расходятся складки кожи, в виде как бы концентрических дуг; у некоторых эти дуги образуют как бы законченную спираль, у других этого нет. Эта спираль называется телей (счастье): у иного оно есть, у другого нет. КС. || Встреч. и во мн. ч. N. Телейсем çапла пулчĕ пуль пирĕн тĕлтен! Такова, видно, наша участь. (Из письма). Курм. Телейсам.

телейсĕр

(-зэ̆р), несчастный. N. Ах, пирĕн аттепе анне пĕр телейсĕр, хăйсен лаши мĕн пулман, ытах та телейсĕр пулнă-çке! N. Телейсĕр вырăн, несчастное место. || Недоля, бесталанность. ЧП. Пĕр мăнтарăн телейсĕрĕ çынна çити-çитми тăрать-ĕçке. См. мăнтарăн.

телян

(т’єл’ан), талянккă (т’єл’аҥккы̆), делянка. В. Олг. N. Кумати Пошкăртра телянккă ертрĕ те (= иртрĕ те, т. е. подрубил), оччинкки (оценка) 120 тенкĕ анчах. Чуратч.Ц. Телянккă илсе пуйни çинчен. Ачач 10. Хăшĕ вăрман, телянккăсем илсе йӳнеçтернипе, хăшĕ ваккăн суту-илӳ тунипе, хăшĕ çĕрсем нумай акнипе, хăшĕ тата армансем тытнипе çурчĕсене чаплăрах туса лартнă. Тогаево. Пĕрре хĕлле Нăрта-Мочаш ятлă ял патĕнче питĕ шалти çармăс вăрманĕнче пĕр телянккă илнĕ.

тем

(т’эм), неизвестно что. См. темĕн. Регули 510. Тем (темĕнле) полать-ха. Не знаю, что (еще) будет. Синьял. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Пуç капташки-маклашки, тем курасси пур-халь ун. Сунт. Тем тăвассу пур. Не знаю, что мне сделаешь (т. е. ты со мною ничего не сделаешь. Ответ на угрозы). ТХКА 49. Тем тăватăр ĕнтĕ (не знаю, как вы решите), кайма та хăрамалла, лашасене те шалккă, тет анне. Амăшĕнчен ыйтсан: ашшĕ тем тăвать, тет. СТИК. Тем пулат, тем килет-ха, тен мункунччен вилĕпĕр-кайăпăр! (Погоди, вот доживем до пасхи, там увидим). || Неизвестно какой. Шел. II. 64. Ма ан кăтарттăр (почему не показать), вăл тем япала мар вĕт (не бог-весть что). Истор. Иван Калита аслă княçра чухне вĕсем тем сăлттавпа (по какой-то причине) Радонеж ятлă хулана куçнă. Все, что угодно; весьма многое, разнообразное. || N. Уйăх хушши мар, пĕр эрнере те тем пулас, тем килес. N. Темрен те паха. Дороже всего на свете („дороже не знаю чего“). Ст. Яха-к. Çав кунсенче тем те курăн çавăн пек япаласене (увидишь много подобных вещей и не знаю каких). || Нечто страшное. Шел. 102. Саншăн (из-за тебя), пĕчиккĕскершĕн, пире темех тумĕç-ха (ничего особенного не сделают). || Не знаю. Регули 481. Тем, пĕлместĕп эп. Не знаю, мне это неизвестно. Ib. 486. Тем тес. Не знаю, что сказать (quid dicam nescio). Орау. Час килет-ши вăл? — Тем, пĕлместĕп. Ib. Пырать-ши вăл, çук-ши? — Тем тăвать („не знаю, как он поступит“). Придет ли туда? — Не знаю. Якейк. Виçĕ пус окçа та çок, тем тума пĕлес халь (не знаю, что делать). N. Пирĕн тем тумалла çук япалана. N. Эпĕ орăх хоть те ярирăп-и, тем. || Не знаю, что об этом сказать (затрудняюсь определенно высказаться). Орау. Вăл хăй кăмăллă япшар çын пек туйăнчĕ те, тем тата. Мне показалось он любезный человек, впрочем не знаю... || Иногда только смягчает последующее заявление, или отнимает от него силу полной уверенности. Торп-к. Пичĕшĕсем ыйтаççĕ, тет: макăртăн-и мĕн, Хăрхăн, тесе калаççĕ, тет. Пике калать, тет; тем, макăрман та, йывăç турачĕ çапрĕ те, çавăнпа кушшуль тухрĕ, тесе каларĕ, тет. Регули 843. Тем, каяс çок вăл паян. Ib. 482. Тем, корман эп. Не знаю, я не видал (мне кажется, я не видал). Другой смысл (с иною интонацией): „мне по этому делу ничего не известно, я не видел“. || Должно быть, кажется, как видно, возможно. Панклеи. Попĕ корчĕ те: Макçăм, сан кĕсре окçа кăларать, тем, тет. Орау. Тем, ку Йăван кĕçĕр килмеçт пуль (наверное, не придет; верно, не придет; как видно не придет), кĕтес те мар. Никит. Татнă пек çырлине сутсах килет тем. Видимо, она придет домой тогда, когда продаст набранные ею ягоды. Янтик. Хулана карĕ тем (повышение голоса на „хулана“). Видно он в город поехал. Сред. Юм. Паян çăмăр пôлать тем? Возможно сегодня будет дождь? N. Ĕни сĕтсĕр мар тем те (кажется): çаканĕ нăмай та, çанпа çитмеçт, корнать. Орау. Ирех юрлатăн, ачам, тем сан паян макăрмалла пулать пуль. Регули 485. Вăл тем. Кажется (думаю, что), это он. N. Сахат чарăнса ларчĕ тем вăл çĕрле. Б. Нигыши. Старикки каланă (старухе): çарăкне хăпарса курмасăрах кулатăн тем (кажется), тесе калать, тет. Якейк. † Ай акиçем, йăмăксам, тем ытлашши каларăм поль, кайтăр-поттар! ан тийăр. (Солд. п.). Нюш-к. Эс манран пĕр виç çул аслăрах-ши? Эс манран пĕр виçĕ çул аслăрах тем вара (еще более увеличивается продолжительность). Панклеи. Чăнах тем. Кажется и в самом деле правда. || Как будто, словно будто, quasi is. Регули 480. Эп, тем, каларăм сана. Не знаю, сказал ли я тебе (как-будто я сказал тебе). N. Тем пĕр-пĕрне çиленнĕ пек, тек пĕр-пĕрин патне нимĕн хыпар тумасăрах пурăнатпăр. С. Айб. † Турă утма савса эп ӳстертĕм, тем хам савăнса ларса, ай, çӳрес пек. („Тем“ придает здесь оттенок раскаяния). Сунт. Тем, пуян çынсем пек. Ib. Çанталăкĕ, тем, сулхăнлатрĕ. N. Тем, аван мар пек туйăнать. || Нередко соединяется с другими выражениями или предложениями. Регули 484. Те ярас тем. Не знаю, посылать (послать) ли, или не посылать (послать). Ib. 780. Вăл пирĕнтен инче мар; те килет тем конта, эп она пĕлместĕп (не знаю придет или нет). N. Мĕскерле, чăваш хушшинче пурăнса, чăвашла вĕренейчĕ-ши вара (а удалось ему выучиться)? — Тем, вĕренейчĕ-и вара (или: те вĕреннĕ тем, или; темĕскерле вара). А когда он жил в чувашах, удалось ли ему выучиться по-чувашски? — А не знаю (а не сумею тебе сказать). Бр. п. водку 16. Хамăр ялăн каччисем темĕншĕн тем ыйтмаççĕ (не сватают). N. Тем авланас пулĕ салтака каяччен. || Не знаю почему. Изамб. Т. Тем вăрçаççĕ вара? || Не знаю что; шут знает что. N. Çавăн пек сăмахсем вĕсенĕн урăх та нумай: çавăн пек пулсан, тем курас пулĕ (испытать придется). С. Тим. Курăкран çӳхе, темрен вăрăм (длиннее не знаю чего). || Что-то. Шурăм-п. Тем калас, тет пулмалла. Должно быть, что-то хочет сказать. Сред. Юм. Тем алхастарнă поль сире. (Çынсĕм пит чарăнмасăр вылясан, кôлсан калаççĕ). Уже не... ли (указывает на одну из возможных вероятностей). Ib. Пĕр пит йосав каччă иртсе кайрĕ, хăтана каймарĕ тем (т. е. уж не пошел ли он невесту сватать?). || Что-то (= почему-то). Орау. Пĕр çулнехи пек кахатлăх ан пултăр кăçал (как бы не случиться неурожаю), тем çăмăр çук. СТИК. Тем пуç ырата пуçларĕ, те сĕрĕм çакланчĕ. Что то начала болеть голова, не знаю — угорел. Алгаз. Тем урамалла пăхрăм та, çынсем мăкăр-мăкăр вуласа чупаççĕ. N. Çынни тем чирлĕ, типшĕм, лутра хăйне хăй хавас мар пек кăтартат. || Служит для усиления. НИП. Тем пысăкĕш чăрăшсем (огромные ели). Орау. Вучĕ тем çӳлли çунать. Пламя поднимается на огромную высоту. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Тем çăва ятлăччĕ çав! Не знаю шут знает, как его звали! Ib. Тем çăва патне ярат онта мана! Не знаю (шут знает), зачем посылает он меня туда! N. Тем мурне (также: тем ахратне, тем шуйтанне, тем хăяматне, тем масарне; тем çăвине, почему-то). Сред. Юм. Тем çăвалла çын ô, нимпе те манран йôла пĕлмес. Шут знает, что он за человек — все за мною вяжется. Ib. Паян ô кайни такçанах, тем ĕмĕр пôрăнчĕ ôнта (долго находился или пробыл). Ib. Тем чир пик аса та илмен эп ôна. Не знаю, я как-то не припомнил этого. Ib. Тем çăви полнă. Не знаю, что случилось (шут знает, что случилось). Шурăм-п. Хăйне теме (dat.) хурса, таçти пухура пек, никам ăнланайми сăмах калать. С крайнею гордостью он произносит никому непонятную речь, как будто на каком-то важном собрании. Ск. и пред. чув. 57. Тем хăтланман-ши, темĕскер туман-ши? Не наделал ли он чего? Сĕт-к. Çав пачкалăка тĕкĕ пемелле (надо подпереть подпорой): тем çĕрех солăнса кайнă. || Чорт знает к чему, зачем. Орау. Тем ухмахне палăртать вăл. К чему обнаруживает он свою глупость?

темле

не знаю как. Кан. Халиччен курманскер, унта та темле. Орау. Ятлаçса-вăрçса пĕтнĕ, тит те, темлех хăтлайса пĕтнĕ вара — пĕлместĕп. || Как-то. Кан. Арçынсем ун арамĕ çине темле пăхасси пĕтмен-ха. || Кто знает. N. Çапла та пулĕ. || Неизвестно (неведомо, невесть) какой. Ачач 93. Ик сурăхпа кăна çитерме кайни пăртак чăнах темлерех, ни кулăшла, ни макăрмалла майлăрах туйăнма тапратнă. || Какой ни на есть, т. е. всякий. N. Учитлĕнитсăсем хĕрарăмсене темле ыйту тăрăх та кирлĕ таран пулăшу пама пултараççĕ. Тораево. Хамшăн пĕр ĕстел парса хăварăп, çав ĕстелтен темле апат та (самые разнообразные кушанья) тухать.

тем те пĕр

всякая всячина. О сохр. здор. Вĕсем темм те пĕр, тислĕк (тирĕслĕк) е урăх таса мар япаласене тăкакан пĕвесенче, кӳлĕсенче, юхан шывсенче пулаççĕ (глисты). СЧЧ. Хăй тем те пĕр каласа чӳклет, тет. Янш.-Норв. Тĕлĕкре ăна иесем тем те пĕр тума вĕрентеççĕ. Н. Карм. Ну, эппин эсĕ иртнĕ çура ман аттене тем те пĕр каласа пĕтертĕн (говорит волк ягненку). N. Тем те пĕр курнă (я видел) кĕçĕр тĕлĕкре. Могонин. Унта вăл çынсем тем те пĕр (всякую всячину) илсе тавăрннă. Сред. Юм. Тем те пĕр илсе толтарнă. Накупил разных вещей, всякой всячины.

тем чул

неизвестно сколько. Кан. Тем чул пулать ку, те пĕр четвĕрт пулĕ. Пазух. Шурă, шурă, шур çăка, çăка çулçи çаврака; тем чул çаврака пулсан та, тенкĕ вырăнне çакас çук. Торп-к. † Пĕчченĕн-пĕччекĕн (по одному; вар. пулккăн-пулккăн) хĕр тăрать; тем чул пулккă (вар. пулккăн-пулккăн) тăрсан та (как бы много ни стояло), чун юратни çуна çинче. (Маслян. п.) Сорм-Вар. † Ай, инке Матрен пур, тем чул нумай ларсан та, майра хĕрĕ пулас çук. || Затруднительно сказать, насколько... КС. Тулĕк (только) ку япала тем чул сан кăмăлна килĕ (не знаю, понравится ли она тебе). Торп-к. Амăш калар, тет: тем чул илсе килиян-çке (не знаю, сможешь ли ты принести ее). Илсе килен пулсан, илсе кил. || Едва ли. Якейк. Он патне каясси кайăн та, тем чул килте вăл (едва ли он дома). Ib. Тем чол май килĕ сана араслана корма. Едва ли придется тебе увидеть льва.

тем чоль

(ч’ол’), то же, что тем чул. Якейк. Тем чоль ларсан та, сан патра пĕр корка сăра ĕçес çок. Ib. Тем чоль кăçкăрсан та, сан пата никам та пырас çук. Тем чуль пăхсан та, сантан ыр сăмах илтес çок.

теме

неизвестно почему; почему-то. См. темме. Виçĕ пус. 19. Выльăх чĕрлĕх нумаях пулман пирки, уйне (хирне) пĕтĕмпех тислĕк тăкса юсас теме шухăшламалли те пулман унăн. N. Пĕр эрне теме ман питĕ ăшăм çунчĕ.

темиçе

(тэмиз’э, т’эми’з’э), неизвестно сколько, сколько-то. Изванк. || Много. Сред. Юм. Темиçе хут чĕнтĕм (звал) сана. Çапах та пымарăн вит ху. N. Вĕсем пĕр сăмах вырăнне темиçе сăмах калаççĕ.

пĕр темиçе

несколько (сколько-то). N. Вĕсем патĕнче пĕр темиçе кунччен вĕрентсе пурăннă.

темĕн

(тэмэ̆н’, т’эмэ̆н’), неизвестно что, что-то. N. Вăл ăна мĕн каланă? — Темĕн каланă (или: темĕн каланă, пĕлместĕп). Альш. Анчах унăн сăмси тăрринче темĕн шурри пур: кукша (çутă) пуçлă çын пек курăнать (у утки из породы „кукша-кăвакал“). || Невесть что, бог знает что... Юрк. Тĕтĕресси темĕн мар-тăр-çке (т. е. не представляет большой трудности). N. Сĕлĕ вăрлăхĕ çитерни пĕр сехет хушшинче темĕн курмалăх пур. || Употребл. для обобщения. Альш. Унтан лерелле вара Кӳренсем-темĕнсем каяççĕ (и не знаю, какие-то еще селения). Ib. Шапа кĕписем-темĕнсем (и еще какие-то травы), шăтат хăмăш [растет (вырастает) тростник]. || Не знаю(-ем). Сред. Юм. СТИК . Темĕн, кашкăр-ши вара! Не знаю, едва-ли это волк! (Так и в Сред. Юм.). Юрк. Темĕн, курмарăмăр, теççĕ ыттисем те. Не знаем, мы не видели, говорят и остальные. Ст. Чек. Темĕн, астумастăп (с оттенком сожаления, иногда преднамеренного, в том, что сказано другим человеком). || Выражает сомнение. N. Эпĕ сывă юласси темĕн? Не знаю (сомневаюсь), останусь ли я жив. N. Çăмюн вилес пек выртат; çак кунсене ирттерейи темĕн. Шихаз. Ентĕ кун пекех пулсан малалла каясси темĕн. Едва ли при такой обстановки пойдешь дальше. || Как будто. Пазух. Улма йывăç касрăм, темĕн Атăл тăрăшне тухас пек. Ух пек çинçе пӳме ӳстертĕм, темĕн атте-аннене юрас пек. || Пожалуй. М. Васильев. Çывăр, çывăр, тĕлĕк кор, атто тарĕ, темĕн, хор. Чăв.й. пур. 25. Эсĕ, темĕн, çунтарса ярăн, тесе, элек тупса сутниксене йыхăрса пынă та, Яккăва тилкепепе юпа çумне кăкарса пит хытă хĕненĕ. ЧС. Усал сăмахсем калаçса, вăрçса çӳресен, темĕн, начар пулĕ. || Как бы не... Толст. Анчах асту, ан шавла, ан ӳсĕр, темĕн хăратса ярăпăр тата (как бы не спугнуть), терĕ. || Как ни... N. Пристăв аллинче Окунĕв сăнне (фотогр. карточку) тытса тăрса, мĕн тухакан пĕри: Окунĕв мар-и, тесе тăрать. Анчах, темĕн аппалансан та, Окунĕва тытма пултараймаççĕ-халĕ. || В отрицат. предложениях — ничто. N. Ман шухăшпа пулсан, халăх ĕçе тĕрĕс тăвас тесен, çакăнтан ытла темĕн те тума кирлĕ мар. || В чувашизмах. N. Вăрлăхĕ вăл илсе акма темĕн хаклă япала мар (не бог весть какая дорогая вещь). N. Унтан вара вăл каланă: темĕн тесен те (как бы то ни было, а...), пирĕн çĕр çаврака. Букв. 1904. Ача ăсĕ çав: темĕн йĕмелли пур вара çав чĕпĕшĕн (не стоило бы и плакать из-за этого цыпленка)! N. Йĕрин! темĕн вилмĕ халĕ, йĕрĕ-йĕрĕ те, чарăнĕ. Пусть плачет! Не больно умрет (т. е. ведь не умрет же); поплачет, поплачет, да и перестанет. N. Темĕн кунĕпех ĕçлемĕн-халĕ. Ведь не будешь же целый день работать.

темĕнлескер

какой-то. || Какая-то личность. N. Сасартăках çурт патне пĕр темĕнскер виçĕ лашапа, шăнкăравпа пырса тăрать.

темĕнскерле

то же, что темĕскерле, неизвестно какой, какой-то. Букв. Пĕр каçхине пичче çапла выльăхсем çитĕрсе тавăрăнчĕ те, пĕртте чĕнмест (молчит), темĕнскерле салху ларать (сидит какой-то скучный).

темĕн-те-пĕр

всякая всячина. ГТТ. Çавăн пекки темĕн-те-пĕр пур. Там таких вещей много и очень разнообразных.

темĕскер-те-пĕр

всякая всячина. См. тем-те-пĕр, темĕн-те-пĕр. N. Çак вăхăтра писме çине темĕскер-те-пĕр çырса тултарнă.

темскер

неизвестно что. См. темĕнскер, темĕскер. Хăр. Паль. З2. Пĕлĕт çинче темскер, пысăк çаврака япала кусса пынăн туйăнать. N. Анне, уçă мар, темскер полчĕ. || Что-то. Тораево. Такмакра темскер тутлăскер пулĕ, тесе... Предполагая, что в сумке есть что-нибудь сладкое. Орау. Пуç çине темскер ӳкнĕ пек туйăнчĕ. Как будто (или: показалось, что) что-то упало мне на голову. КС. Темскер чĕлхи вĕрсе ĕнесене ĕçтерсе хăварчĕ. (Знахарь) произнес какое то заклинание, напоил коров и ушел. Регули. 774. Исе кайри тен темскер, эп корман. Я не видал, унес ли он что-нибудь („что-то“). Ib. 779. Эп она пӳрте кĕнине кортăм; тен темскер исе кайрĕ полĕ, эп она корман. Я видел, как он вошел в избу; может быть, он что-нибудь унес, но я этого не видал. || Хăр. Паль. 34. Мĕнле çав тери алтать-ха аслати темскер. || Должно быть (предположение). Ставится при приблизительном обозначении количества, как русское этак. Орау. Пĕр сакăр çула çитсен темскер (когда мне исполнилось лет этак восемь), атте мана пасара илсе кайрĕ. || В чувашизмах. Ст. Яха-к. Вăл ăстарик çак кĕлĕре темскер каламаннине хăвармасть (чего-чего только не наговорит), анчах эпĕ ăна пурне те тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлсе çитерейместĕп (т. е. всего не помню).

тен

(тэн’, т’эн’), может быть, возможно; авось. N. Тен, вăл вăхăтра пӳртре никам та пулман. Ал. цв. 15. Мана пӳрсен, тен, эпĕ сан патна каллах та тавăрăнăп. Бес. чув. 9. Лайăх çитерсен, пырĕччĕ те, тен, анчах лайăх çитересси ăçта ĕнтĕ вăл ку çулсенче (где уж хорошо кормить на этих годах)! N. Пăртак шухăшлăса тăркаларăмăр та: тен, курмĕ-ха, тесе, пĕринчен пĕри иртерсе (взапуски), вăрманалла чупса кайрăмăр. Туперккульос 6. Малтан ленксе чирленине çын, тен, ирттерсе те яма пултарĕччĕ. Сунт. Ашшĕ ун, тен, ĕмĕр килмĕ. N. Кăна (это письмо) илсен, тен, мана валли пĕр-ик минут тупăнĕ — мана çырса ярăр часрах. Абаш. Тен, вăл сан патна кĕрĕ (зайдет). Истор. Шведсем, тен, пире темиçе хутчен çĕнтерĕç, анчах эпир вĕсене çĕнтерме хăйсенченех вĕренĕпĕр! Б. Олг. Пăрахма (уступить) полмас ман, паранкă таса (хорошая) ман. Воç леш çынне (у того человека) ил; вăл, тен, йӳнех парат полĕ, онне ил (купи). N. Тен, ăçта пĕлес (кто знает)? Пире хĕрхенсе ачасене те тупса парĕ, тенĕ. Ib. 468. Вăл килĕ, тен. СПВВ. Х. Тен, парĕç-ха. Может быть, еще дадут. С. Дув. † Çакă хăта патне килсессĕн, тен, чыс курмĕ тесе, пĕлетре? Альш. Тен, çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнчи (население этой местности разселилось все так). Ала 94°. Вăсем татах ыйтнă: тен, кунтах пулĕ пирĕн ача, тенĕ. N. Тен, парĕç, теççĕ. (В Якейк.— тетен). Истор. Паян сывă, ыран, тен, тупăка выртăпăр, тесе пурăннă. N. Суйланă çынсене, тен, тĕрлĕ майпа илĕртме, тĕрлĕ майпа хăратма тăрăшĕ. Якейк. Йăван ули, тен, çавăн чух капан тăрринче пулнă. || Пожалуй. Абаш. Тен, çомăр полать паян. Сред. Юм. Паян ôкçа ыйтма ан кай-ха эс ôн патне, килте çôк-и, тен, ô. Ты сегодня не ходи к нему за деньгами, пожалуй, его и дома нет. N. Тен палхав тухса ан кайтăр (как бы, пожалуй, не случилось бунта), тетĕп. || Вероятно. Уганд. || Часто соединяется с вопрос. частицами. Бес. чув. З. Çук, эпĕ ахаль: тен чирлемен-и-вăл, тет; пулать вăл хăш чух çапла. Якейк. Вăл килет-и тен-хе (тетен вăл килĕ-ха). Может быть он еще (энкл.) придет. N. Тен, эсир янă писме те çавăнта карн тен. ТХКА 77. Вырăсла питех пĕлменскер, çырассине хам йăнăш çыртăм-и тен. Ск. и пред. чув. 20. Хăямат енчен-и тен, вĕçет-килет текерлĕк. Абаш. Онăн окçа пор-и тен. Ib. Вăл контах-и тен. Ib. Хăйсемех исе карĕç-и тен. Орау. Каймаçть те-и-ха тен вăл паян. Он сегодня, может быть, еще и не пойдет. Трахома. Илтнĕ пулĕ-ха, е курнă та-и тен, епле хăшĕ-хăшĕ куç пирки тарăхса çӳреççĕ. ППТ. Тен, çулахи пек çĕр типĕ, кун ăша пулсан, вăсене те ытăчĕ-ç-и тен (т. е. рубахи и обувь скинули бы и бросили), анчах халĕ сиврех, те çавăнпа кăна чарăнса тăраççĕ пулас. Регули 467. Çавă вăл-и тен. Ib. 469. Эсир паян каймастăр-и тен. Ib. 470. Çавă вăл полать-и тен. Может быть, это он. Ib. 489. Вăл тури (= турĕ-и) — тен. Ib. 1390. Килет-и тен, тăхта пăрластăк (погоди немного). Чăв. к. Шур Атăлсем урлă каçнă чухне тен шур пулă тытса çирĕр-е? Пĕвĕрех çурта, çӳçĕр ука, тен пан-уммн çисе ӳсрĕр-е? С. Дув. † Пĕвĕрсем çурта, сăнăрсем улма, тен пан-улмн çисе ӳсрĕр-е? Ст. Чек. Тен эс çапла турăн-а? Букв. 1904. Çинчех тухтăр патне кайнă пулсан, чĕрĕлĕччĕ тен-и тен? || Кажется (выраж. сомненне). СТИК. Çавăнта карăн-а тен? Çавă пачи (= пачĕ-и) тен? Ib. Çавă килчи тен. Кажется он пришел. Ib. Тен çавă хĕнери? (Сочувственно говорит взрослый человек ребенку, когда тот плачет). || Соединяется с другими выражениями возможности. Юрк. Ĕнемĕре тен куç ӳкрĕ пули (= пулĕ-и) — пит начарланчĕ-çке, тет. N. Каваш паракантан та сыхланса тăр, малтан ăна мĕн кирлине пĕл, тен вăл хăйшĕн канаш тăвать пулĕ, тен вăл сан çинчен шăпа ярасшăн пулĕ. N. Тен эсир хăвăр пĕлекен улпутсем урлă мана, Хусаналла сĕтĕрме пултараймăр-ши? || Что-ли (выражает недоумение). КАЯ. Çапла çав, килемей! пирĕншĕн таштан инкек тупăнса килет-и тен: ĕнер Тумия урнă йăтă тулланă. || Не знаю. В. Олг. N. Тата чӳречесем шап-шурă шăнса ларнă вăхăтра та вăл урамра çара-уранах (босиком) çӳретчĕ. Темле çӳретчĕ тен, эпĕ шухăшлатăп та, ун тӳсĕмлех нумай пулĕ, тетĕп. Сред. Юм. Тем çăвине памас-и тен. Не знаю, почему он не лает. || Как будто? Капк. Тен, çуна сасси илтĕннĕ пек туйăнса-а кайрĕ. Кан. Тен, чĕрене касса кăлараççĕ-и? Ib. Йӳнĕ таварсем татах илсе килчĕç-и тен? В. С. Разум. КЧП. Илтĕннĕ (надо: илтĕнне?) кура (по слухам), Яппунире çĕмĕрĕлнĕ хуласем вырăнне пĕтĕмпех шыв илсе ларнă-и тен (как будто затопило водой).

теневес

теневеç, назв. какого-то снадобья. Орфогр. сомн. Ст. Ганьк. Çуртана теневеçĕ (ita scr.) çинче йăвалантараççĕ, малтан теневеçне çăнăх пек ватаççĕ. Ib. Пĕр путылка çине икĕ золотник теневеçĕ (ita scr.) яраççĕ, ун тĕсĕ хĕрле, хăй тăвар пек хытă, йăлтăртатса тăрат, тимĕрпе пуснипе пăр ванса каят, ăна хут çине шĕшлĕпе ватаççĕ, эрех путылки çине ярса лăкаса тапрантарса хутăштараççĕ.

тенеллĕ

имеющий ось, с осью. Шор-к. Пĕр тенеллĕ орапа çине (т. е. на передки телеги) пичке лартнă та, тортисем соха торти пек вăрăм.

тенешкел

(т’эн’эшк’эл’), то же, что тенĕ пек (выражает приблизительность). Пир. Ял. Вĕсем пĕр сасăпа тенешкел (почти единогласно) чиркĕве хупнă. Шарбаш. Тенешкел, как сказано, как будто.

тенкĕ

(тэҥ’гэ̆, т’эҥ’гэ̆), серебрянная монета (всякая, вообще). Н. Карм. † Аллă иккĕлĕх тенкĕ те яка тенкĕ, чулавалник илмеç (= илмест), мĕн тăвас? Кн. для чт. 82. Якăнат кайран сĕтел патне пырать те, сĕтел çинче пĕр пилĕк пус тенки выртнине курать. Изванк. Упăшки арăмне атă тăхăнтартнăшăн е пĕр, е ик тенкĕлĕх тенкĕ парат. Янш.-Норв. Тенкĕлĕх тенки, пултинник тенки. Пус. Чӳк туна чух малтан тĕнкĕлĕх тенкĕ пышшĕ (= пысăкăшĕ) пашалу пĕçереççĕ, тет. Янтик. Çак виç тенкĕллĕх хут укçана пĕрер тенкеллĕх тенкисем туса пар-ха (разменяй на серебрянные рубли). || Рубль, целковый. N. Миçе тенкĕпе лартмаллине кайран калаçăпăр. N. Çынсем анине З тенкĕпе вырчĕç, вăл пĕр чĕрĕк ытларахшăн 2 тенкĕ яхăн илчĕ. N. Мĕн пурĕ пилĕкçĕр тенкĕ те пилĕк тенкĕ пулчĕ (т. е. 505 р.). N. Пĕр тенкипе ачасене колач исе пар. С. Айб. Манăн пин тенкĕм укçам та çук. Кама 5. Эпĕ сана икĕ пăт та вăтăр кĕрепенке ыраш панă. Пăтне 4-шар тенкĕрен — вăл пулать 11 тенкĕ. Якейк. Анчах лайăхраххине илес тесен, пĕр вун тенкĕсем хушмалла пулĕ-ха (придется прибавить рублей десять). N. 500 тенкĕрен (по 500 р.). N. Çирĕм вĕллерен çирĕм пăт пылĕ пулать, саккăршар тенкĕрен çĕр утмăл тенкĕ, тата пилĕк йышĕ саккăршар тенкĕрен хĕрĕх тенкĕ. N. Уйăха миçе тенкĕпе пурнатăн (получаешь)? Кадыш. Вĕсем вуншар тенкĕрен (по 10 р.) хĕрĕх тенкĕ тăраççĕ. N. Тенкĕ çурă, полутора рубля. || Серебряный рубль. Хурамал. Çĕлĕкĕ çине, çамки тĕлне тенкĕ çакаççĕ, пĕтĕм тенкĕ и çур тенкĕ (рублевики и полтинники).

тенкĕлĕх

тенкĕллĕх, достоинством в рубль(-лей). N. Вĕсем вуншар тенкĕлĕх çĕлĕксем илчĕç. Они купили десятирублевые шапки. Альш. Икĕ эрет çирĕмшер пуслăх кĕмĕл, варринче — çур тенкĕлĕх. Два ряда серебрянных двугривенных, а посередине полтинник. Янтик. Çак пĕр тенкеллĕхе (этот рубль, эту рублевку) пилĕкшер пуслăхсем туса пар-ха (разменяй на пятаки)! Кан. Хунавне икçĕр тенкĕлĕхрен кайра мар выльăхсем ватнă (потравили не меньше, как на двести рублей). Рук. календ. Прокоп. Пĕлтĕр хăяр кăна çĕр тенкĕлĕх сутрăмăр (одних только огурцов мы продали на сто рублей), тет. N. Виç тенкĕлĕх порçăн тоттăр. Трхбл. Иван пасартан тенкĕлĕх улма илсе килнĕ. Иван привез с базара на рубль яблоков. Арзад. 1908, 42. Сăсар тирĕсем укçипе вăл 7 тенкĕлĕх пăшалпа капкăн илнĕ.

тенкĕлĕххи

(тенкĕлĕх+афф. З-го л.), стоимостью в один рубль. Трхбл. Тенкĕлĕххи — пĕр тенке тăраканни. Ib. Ку тенкĕлĕххи, ак ку икĕ тенкĕлĕххи. Это в рубль (рублевый), а это в два рубля (двухрублевый).

тепĕр

подр. барабанному бою. Яргуньк. † Тепĕр, тепĕр, тепĕртек, тăхăр така пĕр пытяк. Вунçич çулхи хĕрне арăм туса килтĕмĕр. (Свад. п.). || То же, что тапăр, „топайте“ (так объяснил М. И. Ильин). Якейк. † Тепĕр, тепĕр сикĕр, хамăр ял, çак ял айне ан полăр, иттат ан полăр! || Подр. звукам топания многих ног. Ураскилт. Тепĕр-р-р, тепĕр-р-р, тепĕр-р-р сиктерсе пыраççĕ,

тепĕр

(тэбэ̆р), другой (второй), второй из двух; alter. Срв. урăх, другой, иной, alius. Б. Яныши. Çак пулă çисе ларнă çĕре тепĕр кашкăр чупса пычĕ, тет. N. Хай юмăçи тепĕр сĕтелпе тĕпел кукăрне ларнă. Йомзя села в угол за другой стол. Орау. Паян сучĕ пулмарĕ, тит, тепĕр сута хăварчĕç (отложили до другого заседания суда), тит. N. Тепĕр конче, на другой день. || Еще один, и еще один, praeterea unus. Орау. Кунсăр пуçне тепĕр каç анчах çыврап. Кроме этой ночи я переночую (здесь) еще только одну ночь. Яргуньк. Вара арăмĕ, Йăван çывăрсан, çак груша тата икĕ валяй дубинушкăпа тепĕр тутăр илчĕ те, хăйпе пĕрле варлă пурăннă ĕмпӳ ывйлĕ патне тарчĕ. Синерь. Пĕр шăшипе тепĕр сала-каяк икĕ пĕрчĕк сĕлĕ тупнă, тет. (Одна) мышь и (еще один) воробей нашли зернышко овса. Изванк. Тата лере чăх пусса çиме пĕр пĕчикрех хуран, тепĕр пуçламан пичке лартрĕç. N. Пĕр кĕпе, тепĕр йĕм, тепĕр носки, тата пилĕк листă хут. Шибач. Онта пычĕ тепĕр çӳçĕ. Туда еще пришел один портной (сначала приходил плотник). N. Вон тенкĕ панă полсан (она ему), тепĕр пилĕк тенкине (другую пятишницу) калах ыйтап (с него возьму назад?). N. Тата тепĕр часси (кроме того, часы) парса ятăм. Йӳç. такăнт. 15. Усал, яхăна та ямасть, ваттисемпе ятлаçас тесен! Çитĕнĕ акă тепĕр Вирĕс Лăриванĕ, каттăршнай... N. Тепĕр май çавăр. Коракыш. Пемесен (если не застрелишь меня), эпĕ сана пĕр çурăма, тепĕр курка сĕтĕме парăп, тесе каларĕ, тет (медведь). Альш. Ес-кӳллĕн тăрăшшĕ сахалтан пĕр çухрăм пур-тăр, урлăшĕ тата тепĕр çур çухрăма яхăн пуртăр. С. Айб. Тата тепĕр çĕр пар-ха. Еще сто рублей дай-ка (точнее: еще одну сотню). N. Унăн пĕр аллине касса татнă, тепĕр çур çăкăр парса хăварнă (брат). Эпир çур. çĕршыв 19. Киремет тĕми айĕнче çăл куçĕ, тата пĕчикçĕ кӳлĕ пур. Инçе мар тепĕр кӳлĕ лакăмĕ пур. НАК. Унпала пĕрле мăн-кĕрӳ арăмĕпе ларать кĕçĕн кĕрӳ, тата тепĕр шăппăрăç ларать. || Иной. N. Рикшиусем хăш чухне талăкра хĕрĕхшер-аллăшар çухрăм чунаççĕ, чупасса тепĕр лашаран та хытăрах чупаççĕ (шибче другой лошади, т. е. быстрее иной лошади). Ачач 100. Куракансем те пулнă. Пĕччен кăна çӳремест, тет. Тепĕр юлташĕпе, тет. Кан. Тепĕр сăмахпа каласан (иначе говоря): çемьере тăватă ятак пулсан, вăл киле пĕр кил вырăнне памалла. ТХКА 8. Тепĕр çĕрте чăвашсем çĕр çынтан сакăрвун çын траххомпа чирлени пулнă. N. Тепĕр пуян патне кайсан та, кун пеккине тупас çук. || Еще. Ст. Яха-к. Маçилке карчăк вара: тепĕр ик-виç кунтан (еще дня через три) килĕп, тесе янă (сказала пришедшей к ней женщине). N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два. N. Тепĕр икĕ эрнерен (недели через две) пыма хушрĕ. Шарбаш. Тепĕр пăластăк (= пĕр ластăк, немножко) тăрсассăн, постояв (побыв) еще немного. Шугур. Ц. Килте тепĕр çула яхăн (еще с год) пурăнсан, аннепе пĕр арман хуçи патне пурăнма карăм. N. Тепĕр кон чол порăнсассăн, прожив еще столько же. N. Тата тепĕр олтă çохрăм. Еще шесть верст. Кан. Унта чăваш тăватă кил. Тепĕр икĕ чăваш килĕ вăрмана, кăк çĕрĕ çине лараççĕ (еще два двора чуваш селятся в лесу, на росчисти, на чищобе). N. Атте çук, анне 55 çулта, тепĕр аппа куçсăр, эпĕ 15 çулта. || При перечислении может значить: первый, второй, третий и т. д. || В другой раз. Сред. Юм. Тепĕр килсен (в Курм. тепре килсен), при втором приходе. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ (алĕç) тытса ларать. Когда он пришел во второй раз, колдунья опять сидела за рукодельем. || При обозначениях времени иногда указывает на повторенне, наступление в будущем той самой поры или того момента когда говорящий произносит свои слова. КАЯ. Тепĕр çак кунччен (до сегодняшнего дня следующего года) мана тьыха парсан, каçарăп. (Слова киремети). N. Тепĕр çак вăхăтчен. Собр. Тепĕр çав вăхăтчен. || При обозначении приблизительного счета соответствует русскому еще приблизительно. N. Тепĕр иккĕ-виççĕ, еще два или три. N. Тепĕр ик уйăхран, еще месяца через два (т. е. приблиз. через 2 мес.). N. Тепĕр пилĕк уйăхран тата (татах) килĕп. Месяцев через пять я опять (еще опять) приеду. N. Прик кон шăнтса, тепĕр эрне пылчăк. || Следующий. КАЯ. Тепĕр кунче (= кунĕнче) аттесем кунĕпех ĕççĕрç (= ĕçрĕç). На другой день (postridie)... Изванк. Тепĕр кунчех, на другой же день. Б. Яныши. Тепĕр эрнере тунтикун пирĕн пата Сăранкассисем мана йĕп кăларма илме пурчĕ. N. Тепĕр кунĕн ирхине, чух шурăм-пуç (= çурăм-пуç) килнĕ чух, ирех çитрĕç Мускава. См еще прим. Оп. исслед. чув. синт. II, 66 (внизу).

тепĕри

(тепĕр+афф. прит. З-го л.), другой из них двоих; другой из числа. Ставится без определяемого (absolute). Виçĕ пус. 11. Шăтса ӳксен, япаласене ӳсме питĕ кирли тепĕри — фосфор. N. Манăн икĕ пичче: пĕри кунта, тепĕри лере N. Хăраххи (напр., один валенок из пары) кăмака çинче, тепĕри таçта? N. Пĕр атти кунта, тепĕрне таçта хунă? Одни сапоги (т. е. одна из двух пар сапог) здесь, а другую положили (дели) не знаю куда. || Иногда означает: первый, второй, третий и т. д. Урмай. Пĕр качаки çичĕ куçлă, тет, тепĕри ултă куçлă, тепĕри пилĕк куçлă, тепĕри тăватă куçлă, тепĕри виçĕ куçлă, тепĕри икĕ куçлă, тепĕри пĕр куçлă, тет.

тепле

(т’эпл’э), неизвестно как, каким образом. Срв. теепле, телепле, тенепле, тепленĕ. СПВВ. Тепле, теепле, тенепле. СТИК. Тепле (с эмоц. ударением на первом слоге) пырса кĕнĕ, хам та тĕлĕнеп. Как это угораздило меня притти к нему. Ib. Тепле ӳкеймерĕ: чис ĕçерĕнсех карĕ (сорвался) вĕт. (Выражает удивление). В. С. Разум. КЧП. Тепле пулать ĕнтĕ, пĕлместпĕр: те килеет, те килеймест. (Салтакран килес çынна çапла каласа кĕтеççĕ). || Как бы то ни было. N. Ун пек çын тепле те çын пулать. || Как ни... Юрк. Тепле йывăр пулсан та, ача-пăчана хутаç çакса, ыйткаласа çӳреме яман. Ib. Пирĕн çын тепле начар пурăнсан та, праçникре мĕнте ют çын пырса кĕрсен, сĕтел хушшине лартса, чипертерех силлеме тăрăшат. || Как-то. Вăл тепле йăл кулса ячĕ. || Каким-то образом. N. Тепле тирĕс хушшинче ахах пăрчи (= пĕрчи) тупăннă. Никит. Çырмара, пичкене шыв тултарнă чухне, кунăн сылтăм ури тепле вакка кайнă (попала в прорубь). || Неизвестно как. N. Ну, Никколай, халь хам çӳреп те, тепле ĕç пуçтарас, тепле ачасене тăратса каяс. || Не знаю, что будет, что случится. ТХКА 53. Пĕр начартарах кĕсре, икĕ тьыхаччĕ пирĕн. Вăрмана яркаланă та вĕсене. Тепле ĕнтĕ. Вăрласа каймасан, кашкăрсем тытмасан, юратьчĕ, тепле ĕнтĕ. Альш. Тепле (не знаю), те час килейреп-ха эпĕ, те час килеймесп унта, питĕрсе кĕр-ха эсĕ, тесе калать, тет, ку. Синерь. Тарья каларĕ, тет: сирĕн пӳртре пĕр вăрăм хĕç çакăнса тăрать, çĕтрен (= çĕртен) те маччана çитичченех, терĕ, тет. Старик каларĕ, тет: тепле епле пулсан кирлĕ хĕçĕ вăл, кин, терĕ, тет. || Как-то набравшись храбрости. Никит. Шуйттан, тĕп сакайĕнчен укçа тупса тухнă чухне, аслă ачи тепле кăмака умăнче выртакан çивĕч пурта (= пуртта) илнĕ те, шуйттана каснă. || Неизвестно почему, не знаю почему (nescio quo pacto). Юрк. Пурте (дети) ĕçлеме юратаççĕ. Ку тепле кахал пулчĕ. Изамб. Т. Апат çиме пĕлет ку, тепле ĕçлеме пĕлмест. || Пожалуй. Букв. 1886. Эпĕ çĕре ансассăн: тепле, атте витене хупса хăварĕ, тесе, лаша кӳлме те анмарăм. || Неизвестно какой. Янтик. † Хапхăрсем вырăсла — уçаймăп; кăмăлăрсем тепле — юраймăп. || Какой угодно, любой. Кн. для чт. II, 129. Вăл (горилла) хăй тепле тискер кайăка та çĕнтерме пултарать. Изамб. Т. Тепле чирпе чирлесен (те), лашана масар тавра илсе çавăрăнаççĕ.

теплерен

как-то, случайно. Шурăм-п. Хăш чухне теплерен пĕрерĕш чăх вырăнне алтана ярса илеççĕ (гадание). Чхĕйп. Вăлсам (чуваши) самăй первей чӳркӳве венчет тунă чух кĕнĕ, е теплерен пĕри-пĕри вилсен кĕнĕ. Истор. Теплерен тăшмаисенчен тарса юлнисене те пит çăмăлах пулман. Ib. Вăл теплерен пĕр кивĕ кимĕ (лодку) туннă. Ib. Вăрçсан-вăрçсан, тăшмансем теплерен Нахимова вĕлернĕ. || Изредка. КС. Теплерен килсе, çавасем сутса каяççĕ. Изредка приезжают и продают косы. N. Темрен тата хăш-хăш килтен е аслашшĕ, е асламĕш (= асламăшĕ) ачисене чĕнни илтĕнет.

тепре куриччен

тепре кураччен, до (следующего) свидания. N. Сыв полăр тепре кориччен, пĕр кĕрекере ĕçсе çийиччен. (Письмо). N. Сывă пулăр, тепре кураччен.

терентек

неизв. сл. N. Пĕр терентек ачана та кураймас та.

ку тери

столь. КС. Анчах мĕшĕн ку тери çиленсе, пĕр чĕнмесĕр пурăнатăн?

тет

(т’эт’), сл. неопред. зн. в песне. † Сред. Юм. Тет, тет, тет те кола, Антôнсĕне олталаса, кучĕрсĕне çилентерсе пĕр хôра куç илер-и, ялан ывăл тугарар, Ванька ятлă хортарар. Ашшĕ полĕ (çавă), амăш полĕ (çавă).

тетел

(тэдэл’, т’эдэл’), рыболовная сеть. Карамыш. Тетел, сеть. Сети бывают двух родов: одностенка и трехстенка. Трехстенка состоит из двух боковых стенок, у которых очки раз в двадцать больше, чем у серединной стенки, а между этими боковыми стенками есть другая стенка, у которой очки в несколько раз меньше (раз в двадцать), чем очки у боковых, и вся рыба попадается в серединную. ЩС. Тетел, сеть поменьше невода, для ловли в мелководных местах. Изамб. Т. Тетеле çырмара карса хураççĕ. Пулăсем тетеле пĕр кĕрсен, каялла тухаймаççĕ. Тетелтен пулăсене çăварĕнчен (через отверстие) силлесе илеççĕ.

тетелĕ

(тэдэл’э̆), рыбодовная сеть. К.-Кушки. Альш. Тетелĕ виçĕ хутлă пулат, çилĕм евĕрлех, анчах пĕчĕкçĕ; варринчи вĕтĕ куçлă, икĕ енчи шултăрарах. Тетелле пĕр-пĕр тĕле, курăк пусса илнĕ тарăнах мар шыва, урлă карса лартаççĕ те, шыв айне, унтан кимĕпе кайса, кимĕ çине тăраççĕ те, алла путаркăç тытса, путаркăçпа шыва шампăрт, шампăрт! тутарса, пулăсене курăк айĕнчен тетелĕ патнелле хăваласа пыраççĕ. Ib. Тетелĕ карас. N. Пулăлă тетелĕ, сеть с рыбою. N. Тетелĕ яр, забрасывать сеть.

Тетĕш

назв. гор., Тетюши. N. Тетĕш уясĕнче пĕр вăрă намăс çĕрне çаврăнса çыртса вилнĕ, тет.

Тетçĕ

назв. гор., Тетюши. Альш. Изамб. Т. Пĕр-ик çĕр çухрăма яхăн кайсан, Тетçĕ уесĕнче Сĕвене тухать (Пăла).

техĕмсĕрлен

стать безвкусным, потерять вкус. || В перен. см. Бес. на м. г. Пĕр-пĕр шар килсен, нуша килсен, пурăнăç начар енне кайсан, техĕмсĕрленетпĕр.

тылла

(тылла), мять (лен, конопель). Якейк. Паян çĕр çорăм сӳс тылларăм. Ib. Сӳс тылласа пĕтереп уш. Ib. Вăл кĕт сӳсе халччен тылласа пĕтермесен, намăс. Сред. Юм. Кантăр тыллас тесе, кантăра хутса кăларсан, çуркунне типĕтсе, сӳсне уйăрса илнине калаççĕ. || В перен. см. Сред. Юм. Эпĕ сана пĕр ярса тытсан, кантăр тылланă пик тылласа пăрахăп (прибью). Ib. Кôшака пĕрех май тыллать. Якейк. Çолса илч те, тылласа анчах тăкрĕ (избил). || Оттаскать за волосы. КС. Çӳçĕнчен пит хытă тылларĕ паян ăна вăл (оттаскал). СТИК. Çӳçрен тылласа илчĕ (или: лăскаса илчĕ). Оттаскал за волосы.

тымар

(тымор), корень. Орау. Вăл йăвăç тымаррисене пит аяла ярать. Это дерево пускает корни глубоко. N. Пысăк тымарне кăларса пăрахнă та, вĕттисем юлнă. Главный корень вырван, но остались его разветвления. N. Тымар ярса лар, пускать корни. Чист. Кайсан, тымар ярат. Если пойдет, то долго не возвращается. Сред. Юм. Тымар ярсах ларнă. (Гов. про человека, если он где-нибудь долго сидит, напр., у соседей). N. Çак ырă тымартан лайăх йывăç турачĕ шăтса тухнă. Трхбл. Скачут на ноге, когда в ухо наберется вода, и говорят: яш, яш, яш тымар, хăлха мар! || Корень (слова). N. „Тăнчă, тăнчăпа, тăнчах“ тенĕ сăмахсем вĕсем пĕр тымарах (одного корня). || Корень зуба. Ст. Ганьк. Шăл тымарĕ туртсан, ыратать. || Кровеносный сосуд. Юрк. Алă тымарĕ, юн тымарĕ. || Рenis. Магн. М. 233.

тын

дыня. Альш. Хвалын. Кĕтĕмĕр те, пĕр пулман (неспелую) тын татрăмăр (сорвали).

тыналăх

встреч. в чувашизме. Яргуньк. Пĕр ен тыналăх (т. е. женский признак, украшение женщин), тепĕр ен патшалăх. (Шулкеме).

тынашка

то же, что тына, телка. В. Олг. N. Ĕне пруласа халь, прушĕ тынашка. N. Ĕне иккĕ сăватăп, икĕшин те пруйĕсем тынашка. Осрăп икĕ пруне те. || Телка, перезимовавшая зиму. Шибач. Тынашка пĕр хĕл каçнă тына (перезимовавшая телушка).

тыр

хлеб в поле. См. тырă. Соор. Тырсам вырса тавăрăннă чух пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ. Регули 1223. Тыр пулсанах килчĕ. Нюш-к. Тыр пĕтернĕ чух кайранхи ана çинче ана пайĕ (çурла çыхмали) хăвараççĕ. N. Тыршĕнчен токмак чопса тохрĕ. Сред. Юм. Тыр вырма тохаччин виç-тват кон малтан, пĕрер кĕлте кайса вырса, тыр пуçласа хораççĕ. Якейк. Тырă ана тăрăх ӳкнĕ полсан, аная тăрăхла выраççĕ, ана орлă ӳкнĕ полсан, каçалăхла. Каçалăхла вырнă чох аная пĕр пуçĕнчен виç чалăш, тват-пилĕк, олтă-çич чалăш илеççĕ те, пĕр сăтăркă вырса тохаççĕ-каçаççĕ. Ана пуçĕнче выраканне хӳрере выракан теççĕ, чăн малтине ана пуç тытакан теççĕ. Каçалăх вырса тохсан, каçалăх пуç тытакан каллях ыттисем валли вырăн хăварать те, вырма пуçлать. || Хлеб — зерно. N. Тыр хаксене (тырă хакĕсене) çырăр, тыр сутнисене çырăр. ПВЧ 130. Тыр акнă контă. Шарбаш. Ĕлĕк чăвашсем тыр акма та, кун ячĕсене те пĕлмен, тутарсем те вĕсем çинчен пĕлмен. Пурнасса кайăксем тытса çиса анчах пурăннă. Тутарсем патĕнче пулнă чух вăсем тыр акма, тутар чĕлхине вĕреннĕ. Унтан вара чăвашсем тутарсемпе хутăшма пуçланă. Вăсем унта тыр вурма кайнă. Вăрлăх туянсан, акнă. Сред. Юм. Тыр пит тĕшĕллĕ (очень зернист). Ib. Авăн çапнă чôхне тепĕр сарăм çапаччин итем варĕнчи тырра пĕр çĕре пĕрсе пыраççĕ.

тырă

(тыры̆), хлеб в поле. N. Çĕр ĕçлесе тырă тума. Виçĕ пус. ЗЗ. Ун пек курăксем начарланнă çĕре çĕнетсе тырă аван пулакан тăваççĕ. N. Тырă сахал акаççĕ вăл енче. Тырăран (в отношении хлеба) аптăрасах каймаççĕ. Орау. Тырсам вырса пĕтерсен (после жнитва). Юрк. Тырăçем кăтăрса (отлично) пулнăччĕ. Тăв. 46. Вĕсен тыррисем те çук. N. Тырă татса пулмас. Не всегда бывает хороший урожай. N. Хăш чухне тырă татса пулмас. Якейк. Ĕлĕк тырă вырса Хорашаш праçнĕк (8 сентября) иртсен тин пĕтернĕ. Пĕр арăм Хорашаш праçнĕкĕнче çапла йорланă: „Виç ана тырра вырмашкăн, ача-пăчая хăвартăм, хамăр ĕçкĕре çӳретпĕр“. Он чохне çу та, кĕр те пит йĕпе полнă. Çăмăр нумай çунипа вырнă тырăсене кĕрконне шăн çинче торттарнă. Çораки тума Якори тĕлĕнче (2З апреля по ст. ст.) тохнă, çĕртме тума Петровски (29-го июня ст. ст.) тĕлĕнче тохнă, ыраш аки çине первайхи спас иртсен тохнă. Сборн. по мед. Ачалă арăмсем, мĕскĕнсем, тырă çинче (во время страды) ачисемпе нумай асап курса пĕтетчĕç. N. Тырă сутма иртет-и, иртмест-и? N. Петĕр тырă пĕтсен (по окончании страды) кайрĕ. N. Тырăсам лайăх пулчĕç. N. Тата тырă хамăрăн çĕнĕ тыр(р)а çитри çиме? Хватило ли у нас до нового хлеба? N. Тырă вырма пĕр тенкĕ полчĕ (жиитво стоило 1 рубль). N. Тырăсем мĕн хакра çӳреççĕ? Каковы цены на хлеб? N. Тырă акнă йолашки З8 пăт тохрĕ. После сева осталось З8 пулов. Изамб. Т. Тырă пĕрчилĕ улăм. Ib. Эпĕ хăранипе тырă тăрăх тартăм (убежал по хлебу, по загону). Ib. Тырă пит лайăх пулнă, тет. Ыраш пуссинче лашан пĕкки курăнми ыраш вăйлă пулнă, тет. Альш. Этемре Пукрава укçа нумай ĕнтĕ: тырă сутти укçи, хăяр сутти укçи. N. Çак ялсен кăçал тырă пĕрттех те çук (прямо совсем нет). N. Тырă патне çитрĕмĕр. Ере эрнерен кайса похах троппор (= пăхах тăратпăр). Чхĕйп. Каçхи сылăм ӳкмесен, тырă тĕшши выçă пулат. Юрк. „Тырă вырнă вăхăтра пулат: ывçă, кĕлте, тĕм, карта, çĕмел, сурат, майра-пуçĕ, йăран, ана, ака варри, утрат, пăрусна, ана палли, хăмăл“. || Хлебное зерно, жито. Вишн. 75. Тырра йĕпетсе ăшă çĕре хураççĕ те, вĕсене шӳтерсе шăттараççĕ; вара çавăнтан салат тăваççĕ. N. Ака тырри исе акаймарăм. Не сумел посеять яровых хлебов. N. Тырă акма кайнă чух, çул çинче тырă пĕрчĕкĕ выртнине курсан, тырă аван пулать, теççĕ. Ib. Çула, уя тырă кăлармасăр, кил-хушши е урам шăлсан, теллей пулмаст, тырă пулмаст, тетчĕç. Ib. Уя тырă кăларнă чух çул çинче ырă мар çынна е кушака, йăтта курсан, телей мар, теççĕ (тĕшмĕш). N. Тырринчен улăмĕ хаклă. (Загадка: соты и мед). ЧС. Çынсем çуннă тырăсене пуçтарса сăвăраççĕ. Регули 108. Эп онтан ут илтĕм, тырăпа çӳресшĕн (чтобы возить хлеб). || Полевые работы (хлебопашество). Альш. Тырра вĕсем ялĕ-ялĕпе пĕрле ĕçленĕ.

тыт

(тыт), держать; брать в руки. Якейк. Порçăн тоттăр йăмăкăм, пуçа çыхса каям-ши, алла тытса каям-ши? Регули 101. Вăл тытса тăчĕ вăлсене ӳкесрен (вăл тытса тăчĕ: ан ӳктер, тесе). Он держал их, чтобы они не упали. N. Онта çулла хорлăхан çырли питĕ нумай полать. Çавна вĕремсĕр татса çисан, алли ним те тытими полать, тенĕ. Ст. Шаймурз. † Пилĕке тытса ташлама çут пиçиххи пусанччĕ! Шурăм-п. Йăван салтак пăтине сулахай аллипе хуран (тамăка хурантан тунă) çумне тытса сылтăм аллинчи мулатакĕпе вăй çитнĕ таран çапрĕ. Ала 93. Ашшĕ утса пырса çӳçĕнчен ярса тытнă та, çӳлелле йăтса тăратнă; хуллен, сак çине çӳçĕнчен тытнипех, уттарса кайса лартнă. N. Вăл ăна (вăрра) аллинчен çатăртаттарса тытнă та, çавăтса пырать. Кан. Татăка аллийĕнчех тытса выртнă. N. Вăкăра пĕри мăйракаран (за рога) пăявпа тытса тăрать. || Поймать, ловить. N. Сат хуçи ман юлташсене пурне те тыта-тыта ватнă. Юрк. Çавăнтан вара ку пуçлăх тытăнат кăсене эрехпе тытма: монахсем шыв ăсма кайсан, калле килелле килнине кĕтсе тăра пуçлат. Баран. 119. Вăрманта темиçе тĕрлĕ кайăк-кĕшĕк пурăнать. Çынсем вĕсене тыта тăраççĕ. Альш. Мана Петĕр тытса ирĕксĕрлерĕ (изнасиловал). Регули 665. Эп тытнă полла исе карĕç. Ib. 440. Çӳресен, кайăкне тытинччĕ. Ib. 441. Кайăкне тытинччĕ; кайăкне полсан тата ярăтăмччĕ. Ib. 437. Эп тытăпин, мĕн тăвас санăн. Ib. Вăл кайсан кайăкне тытсанччĕ. Ib. З28. Вăл ялан онта тытакан. Ib. З27. Вăл онта пол тытакан. Ib. 237. Вăл она тытни лайăхчĕ. Ib. 230. Пол тытса килет. Пол тытса килчĕ. Ст. Шаймурз. † Курайман та çынсем питĕ нумай, тытсах çыхаймĕç-ха хĕрпеле. Ала 60. † Картишĕнче, аттеçĕм, сакăр сар ут, пĕрне ан тыт, атте те, пурне те тыт. ТХКА 49. Ытла тĕттĕм те, çапах кайса тытмалла пуль лашасене, терĕ атте. Ib. Атьăр, эппин, каяр. Шыраса тупар, тытса килес лашасене. Ib. 86. Шураç ачисем кĕтӳрен лашасем пыра-пыра тытаççĕ. || Хватать. Изамб. Т. Ачасем алăран алла тытнисем юпа пулнисен алли витĕр тухаççĕ. Тораево. Вĕсем кайран парнине пурте пырса тытнă. Альш. Авал салтака тытса (силою) панă. Ст. Чек. Аллăма ярса тытмарăм (не сделал, не было желанья, праздно?). Ib. Мана, тарçа тытнă пек: навуса тăк-ха, тет. Аллăма ярса тытмарăм. Орау. Темскер хăямач çине ларнă та, пырать... Теме те тытса кӳлĕç, тăрсан-тăрсан! Регули 700. Тытмала маррине кăтартрăм. Ib. Тытакан мар çынне кăтартрăм. || Переносно — держать (в руках). ЧП. Эпир илес хĕрсене ашшĕ-амăшĕ хытă тыттăр. || Удерживать. Кан. Сулăнса кайса ӳкме тăрсан, ăна тепĕр хăнана пынă çын ӳкесрен тытнă та... || Удержать (деньги). N. Çĕмĕрнĕ алтăршăн çитмĕл пус (20 к.) тытса юлтăм (или: тытрăм, или: катса юлтăм). Кан. Учрежденин кооператива памалли парăма тытса юлмала. || Производить расход, тратить деньги. Урож. год. Халех пин тенкĕ тытать. || Держать (в чем, что). Янтик. Урана ăшăра тытас пулать. О сохр. здор. Тир тумтир çынна пит ăшă тытать. Регули 691. Тытмалли утне кăтартрăм. || Держаться (за кого, за что), хвататься (за что). Орау. Ан юл, тыт ман аркăран. Кан. Йăвăç татăкĕнчен тытса, хумсем тăрăх 24 сехет хушши çӳрерĕм (плавала). Яндобы. Иван тус, хам çине утланса лар, хытă тыт, тесе калать, тет, кашкăрри. ТХКА 50. Атте малтан пырать, Пуртăсем пирĕн сылтăм алра. Сулахай алпа аттене эпĕ сăхман аркинчен тытса пыратăп. Шăллăм та мана çапла тытнă. N. Эсĕ манран (за меня) тыт (держись), эпĕ унтан тытăп. N. Эсĕ мĕшĕн сăмсăна тытса тăран? Юн каять. N. Килти шухăша тытсан, пĕтерес укçуна та пĕтерес килес çук. N. Манран тытатни? Камран тытан? За меня будешь держаться? За кого будешь держаться? (в собств. см.). N. Тытмаллине тытса пар малтанах. || Застигать, заставать на месте преступления. N. Вăрăпа тытнă. N. Çĕнĕ кутăрта кама эрехпе тытнă? Орау. Хĕрӳ çумăнче тыттăрним мана? Арăмупа тыттăрним мана? Ib. Эсĕ апла калама хĕрпе тыттăрним (= тытрăн-им) мана?... Ib. Эп сана, куçу шăтса юхтăр, парам ак, тытсан. Я тебе дам: пусть лопнут глаза, если поймаю. Регули 725. Эп онта кайсан, мана тытĕç. || Держать (экзамен). Курм. Ваçли! Кай Хусана иксамĕн (-н’) тытма. Ib. Е иксамĕн тытимасан (= тытаймасан), мĕн питпе киле каяс? || Городить. Кан. Шкул пахча картине 42 чалăш çĕтрен тытмалла. Юрк. Хапхипе хӳмисене те тытса çаврăнат (загораживает). N. Якур ав чее, вăл хай пайне карта тытса хучĕ. Чим-халĕ, акă эпĕ те тепĕр çул хам пая тытса хурам, теççĕ хăшĕ. Собр. † Çак ялăн укăлчине тытайăттăм шур хĕлĕхпе, уçăшăн мар, илемшĕн. Изамб. Т. Капан йĕри-тавра вĕрлĕк тытнă. Альш. Елшелĕн ун пек халăхран ыйтмасăр пыра-пыра тытнă пахчасем ăçта пăхнă унтах пур. Ib. Хăяр пахчисем нумайĕшĕ çереме туха-туха тытаççĕ те, çавăнта пахчи-пахчипе акса сыхлаççĕ. || Поражать болезнью (о покойниках). Им приносят жертву, состоящую в бросании кусков калача, меда и пр., напр., при возвращении с базара. При этом говорят: „умăнта пултăр!“ То же свойство приписывается и другим предметам. Ст. Чек. и др. Юрк. Вилнĕ çынна çимĕç таврашĕ е ĕçкĕ таврашĕ хывмасан, çав вилнĕ çын тытат пулат. НТЧ. Киремете пуççапаканнисем пĕри чирлесенех: ах! анчах кăçти киремет тытрĕ-ши куна? юмăçа кайса пăхасчĕ, теççĕ. N. Час-часах вилнĕ çын ялти çынсене кама та пулин тытса чирлеттерет. Ала 2. Апла пулсан та вилĕ тытать, вăл тытминччĕ (хорошо, если бы...), теççĕ. Магн. М. 104. Вилнĕ çын тытни. НЭ 118. Мунча вучĕ тытнă. Болезнь причинил банный огонь. Ст. Яха-к. Çук çав, кирик хăш çын та киремет тытмасăр чирлемеçт; тăвассине ăна çинченех тытса туса пăрахас пулат, юмăç мĕн тума хушнине, тесе калаççĕ вара хăйсем. Коракыш. Ати-апай, ан тытах! Çырлах! Килсе, икерчĕ, сăра çийăр-ĕçĕр. (Ваттисене хывнă чухне калаççĕ). Шинар-п. Халĕ те хăш-хăш çын е ӳслĕкпе пулсан: çав çăл тытрĕ, тесе, çăкăр татăксем кайса пăрахаççĕ, вара вĕсен ӳслĕк чарăнать пулать. Могонин. Киремет çывхăнчен пĕр йăвăç кассан, киремет çиленсе çынна тытать те, çимали-ĕçмели парсан, çураçать, теççĕ. || Покрывать (об инее). Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шап-шур пас тытса лартать. || Воспитывать, ростить. N. † Ай, инкеçĕм, Алти инке! Эсĕ тытнă ывăл-хĕре эпĕ те тытса пăхам-и? (Хĕр йĕрри). N. Ăна лайăх тыт. || Воспринимать (ребенка, о повитухе, о восприемниках). ГТТ. Эпĕ унăн ачисене тытнă. Я крестный его детям. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, тăла варрипа тытнăскер,— ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. N. Çак хăвăр тытнă ачана хăвăрăн тăван ачăра юратнă пек юратăр. || Приниматься (за дело). Ир. Сывл. З4. Тытаччен çех ĕç йывăр. Альш. Алă ĕçĕ тытат: пĕрне кĕпе çĕлет, пĕрне йĕм çĕлет; пĕринне саплат, тепринне аслатат. Якейк. † Инки сакки — шор сакки, шор шопăрсăр тытмарăм, итту инкия йоримарăм (даже, чтобы лавку мыть, надевала „шопăр“). || Пользоваться, употреблять. Нижар. † Хусан витри — шур витре, эп тытмассăн, кам тытĕ? Çав ял ачи — сар ача, эп каймассăн, кам кайтăр? N. Ку чашкăпа чĕресе вара урăх çĕре тытмаççĕ. Вĕсене ăрасна çĕрте тытаççĕ. || Задержать. Пазух. Ах хăтаçăм, хуçаçăм, виçĕ тавлăк тытакан, çичĕ тавлăк вăл тытрĕ. Истор. Эсĕ пирĕн патăртан кай ĕнтĕ, сана тек (больше) тытмастпăр, тенĕ. N. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. N. Эсĕ манăн мĕн çамрăкранпах тытакан ĕмĕтĕм. || Содержать. СТИК. Кил-çурта тирпелесе, тирпей тытса тăракан хĕрарăм мар; ял тăрăх, кӳршĕ-арша яньккат. Ib. Тирпей тытса тăрас, быть распорядительным в доме по чистке и уборке. || Точить. Альш. Тимĕрçĕ пуртă, çĕçĕ тытнăшăн (= хăйранăшăн), кĕтӳçĕ „сăвапшăн“ (= ахальтен). КС. Тимĕрç лаççине кайса, пурт тытас-ха (наточить на вертящемся точиле). || Застрелить. N. Тепĕр çул кайăкçă çак мулкача тытнă (застрелил). || Прикладывать, приставлять. О сохр. здор. Сивĕ шывпа йĕпетнĕ туттăра тытсан та, вăл (укус ужа), тӳрленет. Ала 91. Икĕ аллине тути патне тытатьчĕ те, пуçне кăшт çĕрелле чнксе пĕр шарламасăр, пĕр хусканмасăр ларатьчĕ. N. Пӳрнине сăмси çумне тытнă. || Ст. Шаймурз. Çын панче кăвакал çисен, хурăвăн çуначĕнчен тытсах хур. (Послов.). || Загнать чужую скотину (напр., застав ее на озимях). Орау. См. вĕчче. || Направлять. N. Хăв ăсна хăв тыт, ман пек ан пул. || Насытить. О сохр. здор. Хăш-хăш хĕрарăмсем, яшка тутлă, тутă тытакан пултăр тесе, аша юри вăрах вĕретеççĕ. Виçĕ пус. 4. Тырă пĕрчипе хăярăн тути пĕр пек маррине, тата вĕсем пĕр пек тутă тытмаççĕ иккенне пурте пĕлеççĕ. || Кан. Инке çатма аврипе хăмсарнине хирĕç тытать. || Класть. Синерь. Марья хăранипе аллине пуç çине тытнă чух çав хĕçе тиврĕ, тет те, пурни татăлса кăрават айне кĕрсе карĕ, тет. || Обходиться, обращаться. Тайба-Т. † Йыснаçăмах çавă пур, тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç кунлăх. Ib. Илсе тытса пăхтăр-ха. Стюх. † Йыснаçăмах Иван! Тыта пĕлсен — ĕмĕрлĕх, тыта пĕлмесен — виç куна. || Брать в руки, употреблять (напр. книгу), заниматься. Юрк. Çырăва (чтение и письмо) тытас тесен те, пушă марччĕ, ялан ĕçпеле пулаттăм. В. Олг. Алă ĕç тытман эп нимĕскер те. Я не занимаюсь рукодельем. ТХКА 75. Йыснапа улмаш хам та суха-пуçĕ тытрăм. Халиччен суха-пуçĕ тытманччĕ эпĕ.— Вунулт çула çит-ха, вара сана суха-пуçĕ тыттаратăп, тетчĕ атте. Изамб. Т. Вуниккĕре чухнех суха-пуç тытнă. Вунтăваттăра авлантарнă. N. Парнисене пăхаççĕ, тет, пирри-аврисене пăхаççĕ, тет, пурте тĕлĕнеççĕ, тет, хĕрсен пирри авринчен, тытни-тунинчен N. Санюк кĕнекине питех тытмас (не очень-то берет в руки). Орау. Ман кĕнекене кам тытнă? Кто брал мою книгу? (напр., если на ней остались следы). В. С. Разум. КЧП. Ку япала алла тытмалла марскер пулнă. Этого предмета, оказывается, не следовало брать в руки. N. Тытса пĕр. || Браться. Никит. Тепĕр пынă çĕре тухатмăш карчăк каллах ал ĕçĕ тытса ларать. N. Тытнă ĕçе тăвас килмест. Торп-к. † Çакă ялăн ачисем ир тăраç те, чĕлĕм тытаç, çавăнпа хĕрсем юратмаç. Ала 92°. Вăсен кĕписене никам та тытса çăвакан пулман, вăл хăех пĕр вунпилĕк çула çитеччен пичĕшийĕн кĕпине, тата хăйĕн кĕпине никама та çутарман. СТИК. Вăл тытнă-тунă-пăрахнă. || Править, управлять. N. † Чул-хулана тытмашкăн, мĕн авалтан пухнă мул кирлĕ. N. Вăл икĕ лапка тытнă. N. Семен ватăла пуçласан, хăш чухне ывăлĕ Иван (сын его Иван) ашшĕ лапкине те тытнă. N. Тыт (ашшĕ-амăш çуртне). || Хранить, беречь. N. Укçана лайăх тыт. N. Çын çинчен сăмах ан вылят, ху ăшунта тыт. || Тратить, расходовать. N. 15 тенкине çурта тыт (на дом? на хозяйство?). || Издерживать. N. Если панă пулсан (пособие), пӳртрех тытăп. || Поддерживать. Орау. Илем тытса, тĕс кӳртсе, хитрелетсе мухтанать. || Править (напр., лошадью). Янорс. Атте мана: тыт лашуна, манран ан юл, терĕ. Ст. Чек. Ялан амăш хыççăн кăна çӳренĕ, лаша тытса курман-ха. СТИК. Лашăна тыт, держи лошадь в сторону. Сред. Юм. Юрк. † Атăл урлă эпĕ каçрăм сулăпа, суллăн пуçне тытрăм хулăпа. || Держать путь. Собр. Анчах лаша тӳрĕ тытса пырать-пырать те, çавăрнкаласа пăхать, вăл: пирĕн хуçа лайăх ларса пырать-ши, тесе, пăхать. || Иметь в наличии (о деньгах). N. Ĕмĕрте окçа тытса корманнисем халĕ виççĕр тенкĕрен кая тытмаççĕ. N. Халех перекетре пин тенкĕ тытать. Регули 647. Он пак окçа номай тытакан лайăх порнма полтарать. || Уличать? N. Эпĕ вăсене пĕрерĕн тытап. N. Аппаратне (самог. аппарат) мĕншĕн тытмастăр? || Подавать (руку). Сĕт-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытат. (Алăк хăлăп). || Нанимать. Изамб. Т. Ул çул кĕлтене тытса кӳртертĕм. Конст. чăв. Кукка тинĕс хĕр(р)инчех пароход çине çитечченех кимĕ тытрĕ. К.-Кушки. Эпĕ вунтăватта тытрăм. Я нанял за 14 р. Чăвашсем 27. Вара çынна (умершего) çума тытăнаççĕ, ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Чăв. й. пур. 26. Сухине тытса сухалаттарать. N. Укçа парса тытма сан укçа çитмĕ. Орау. Пĕр-ик-виç ача тытсан, туххăмах леçсе парĕç (отнесут). || Принимать (в картах). Сред. Юм. || Пришивать, нашивать, оторачивать. Сред. Юм. Кĕпе аркине шараç тытрăм. К подолу рубашки я пришила тесьму. В. Олг. Сăхмана пир тытас (положить подкладку). Собр. † Хранцус кĕпене кам юратмĕ, аркисене лайăх тытсассăн. Н. Тим. † Шур тăваткăл кĕççе кĕтессине пурçăнпала тытса çавăрнă. Ходите во свете. Нихăш халăх тытман йӳнĕ тĕрĕсем. Альш. † Сирĕн çире камсулсем пит килĕшет, те аркине тикĕс те тытнăран. N. Çухана вара темĕн-темĕн, тутар хĕрĕсеннĕ пек, хутлă-хутлă тытса пĕтернĕ: унта хĕрлĕ, кăвак, сарă, симĕс. Аркине каллах ик-виç хутлă тутарла илемлетсе тытнă. Н. Якушк. † Хăранцуски кĕпи сирĕн пулĕ, тытас арки çанни пирĕн пулĕ. ЧП. Аркине пархат тытнă. ЧП. Эпир йĕтĕн кĕпи тăхăнас çук, хул айне хăмачă тытас çук, аркине харанцуски тытас çук. || Бить (о лихорадке). N. Ах, ачана сив чир тытать, эрĕм шывĕ ĕçтерес. [Шу тытнă ăна, ахаль полас çок. Хора тăван киремеч тытнă полĕ]. || Вести (войну). N. Тата ăна вăрçă тытма, вĕсене çĕнтерме панăччĕ. || Рвать. Б. Хирлепы. † Пирĕн патра юманлăх, тăрăнчен йĕкел тататпăр, кутĕнчен тукăн аватпăр. || В чувашизмах. N. Хăна ху çӳле ан тыт (не зазнавайся). Досаево. Тепĕр кĕркунне вĕренме каяс тесе, эпĕ те шут тытрăм (надумал?). N. Паянхи кун çиме пулмасан, епле вара пĕтĕм çулталăкшăн терт тытăп? N. Хан, çавна илтсен, Александр çине тытса çурас пек çиленсе çитнĕ (обозлился как зверь; был готов его разорвать). N. Мĕн тытас-тăвас пулсан та (при всяком предприятии), ху ĕçлессӳ çинчен аса ил. N. Ах, мĕн тăвас, мĕн тытас! Янтик. † Турта тулли турă утна епле тытса кӳлĕн-ши.

тытăм

обхват; то, что можно обхватить руками. АПП. † Тытăм тулли хĕрĕччĕ, выляса савăнса пулмарĕ. N. Çухине (рубахи) пысăк ан ту, ху алă хурси тытăмĕ анчах ту. || Прием. N. Унăн упăшки вилнĕшĕн куляннă пек пулса, пĕр тытăм йĕрсе те илчĕ. || В перен. знач. N. Пурăнăç йĕркине, пурăнăç тытăмне, тĕнне-шухăшне, пурне те пĕлме пултаратпăр. || Управление (неолог.).

тытăн

(тыды̆н), держаться. N. Эсĕ манран тытăн (держись за меня). || Ловиться. Регули 723. Пол тытăнмаçть. || Попасться. Регули 726. Эп онта тытăнсан, эсĕр мана çăлса кăларас çок. Собр. Вăрăпа пĕрле тытăнсан, хăтăлăп тесе ан ĕмĕтлен, теççĕ. (Послов.). N. Пĕччен вăрланă вăр часах тытăнмаç. || Быть арестованным, схваченным. N. † Катари хулара тытăнтăм, вуникĕ çĕр укçала хăтăлтăм. || Задерживаться. Тытăнса тăтăрччĕ çав вырăнтах. N. Темиçе рас та вăрнас çĕртен тытăнса юлтăм ĕçпе. N. Эс тытăнса тăрсан, пушта ĕлкĕрейместĕн. Если задержишься, то опоздаешь на почту. N. Тытăнса ан тăр. Не медли. || Запинаться (при чтении или разговоре). N. Пĕр тытăнмасăр тĕрĕс вулама, вуланине тĕрĕс каласа кăтартма вĕрентнĕ. || Собраться. N. Киле кайма тытăнчĕ. Собрался домой. N. Эпĕ, эсĕ Хусана тухса каяччен, пĕр кун малтан сан патна пыма тытăнтăм, йăлт хатĕрлентĕм. Альш. Унтан ашшĕ пуçне касма тытăнат, çапах памас. N. Мана вырăнтан кăларма тытăнчĕç (хотели). Изамб. Т. Вут илме тытăнсан, укçи те çук, вутти те пит хаклă. N. Кĕркунне ачасене вĕренме кайма çырнă вăхăтра, эпĕ те кайма тытăнтăм. N. Вăл вуттине тиянă та, килне таврăнма тытăннă. N. Унтан вара эпир киле тавăрăнма тытăнтăмăр. Орау. Пĕрре пирĕн аттесем Шăмата пасара кайма тытăннă. Чăв. й. пур. 20. Вăлсем пĕлнĕ вăл епле çын иккеннине, ăна вара вĕлермех тытăннă. || Вздумать, задумать. Юрк. Килте ĕçлекен çынсем сахаллана пуçласан, тытăнаççĕ кĕçĕн ывăлне, Хĕветкине... авлантарма. || Пробовать, пытаться. Янтик. Вăйĕ сахал çав унăн. Ура çине тăраймас вăл, паян та темиçе хут тытăнчĕ ура çине тăма, анчах çавăнтах персе анатьчĕ вăй çук пирки. || Решаться на..., браться за... Юрк. Чипер пуян çынсенĕн хĕр-ачисене вăрлама тытăнаççĕ. || Приниматься (за дело и т. п.). Н. Шинкусы. Юмăçĕ каларĕ: вăл тавраша пĕлессе пĕлетĕп те эпĕ, анчах манăн халĕ унпалан тытăнса тăрасах килмест, терĕ (т. е. не хочет „пăсташ тасатма“). || Начинать. N. Паянтан тин ĕçлеме тытăнтăм. Ала . Вĕсем патне каçхане кайса ларсан, е хăйсем школа пырсан, вĕсене вĕрентме пуçлатăп. Вĕсем лайăхах тутарла калаçма тытăнаççĕ. Ib. 54. Яла çитсе кĕрсен (когда мы въехали), эпĕ анса кайма тытăнтăм (с телеги). N. Савăт ĕçлеме тытăнчĕ. Изамб. Т. Кĕлте кӳме тытăнни-ха эсир? Юрк. Тытăнаççĕ калаçма. Ib. Виç-тăват кунтан хайхи вилме те тытăнат. Орау. Акă сана калăплă çăпатапа ăшалантарма тытăнсан, ачана çаптарăп! — Ма çыртать тата?.., Ст. Чек. Шăлаварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара. || Начинаться, возникать, oriri? Колыб. п. 6. Çак çĕршыв тытăнса ларнă вăхăтранпала çакăн пек усал ылханлă тавлашу (война) пулман. || Пуститься в рост. Сĕт-к. Хăяр тытăна пуçларĕ. В. Олг. Тытăннă хăяр, пупленок. N. Нӳрлĕ çĕрте хурлăхан та часрах тытăнать. || Собираться наверху (о сметане на молоке). В. Олг. || Закрепиться. Тогач. Малтан кайса пăхсан, шăммисем пĕр-пĕринчен кăть тытăннă. Иккĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕтĕмпех тытăнса ларнă, тит. Виççĕмĕш хут кайса пăхсан, пĕр пĕчĕк кайăк пăрт! турĕ, тит те, вĕçсе тухса карĕ, тит. || Появляться. Актай. Пас тытăнни. || Быть в употреблении. Кубово. † Çĕнĕрен илнĕ чĕн йĕвен, пар пичее, тытăнтăр. || Заикаться. Пшкрт. Тытăнса солят. Заикается. || Крепиться, держаться. Толст. Вăл (он) пĕтесшĕн мар пулса, пĕтĕм вăйĕпе тытăнса ларать. || Быть перехвачену (о голосе). К.-Кушки. Ман сасă тытăнчĕ. Пыр халь те тӳрленеймен-ха. Я охрип. Горло все еще не поправилось. N. Ĕслĕкпе (от кашля) сас тытăнса ларчĕ. СТИК. Шăнсан (если простудишься), сасă тытăнат, ӳслĕке ерет çын (у него появляется кашель). Сборн. по мед. Йĕре-йĕре сассисем тытăнаççĕ (у младенцев).

тытăнкăлă

имеюший устойчивость. СТИК. Ку ача ман çуралсанах мăйсăрччĕ, мăйин пĕр тытăнки те çукчĕ, халĕ ĕнтĕ кăшт тытăнкăлăрах пула пуçларĕ. N. Тата сĕртерет, тет те, тата аранчĕ тытăнкăлă тăрат, тет (крыло укрепилось от живой воды). || Хриплый, хрипло (о голосе); заикаясь. Чума. Çын вара сасси пĕтсе тытанкăллă калаçакан пулать (заикается). N. Тытăнкăлă калаçат. Говорит заикаясь. О сохр. здор.. Тытăнкалă, хурлăхла вĕрет (бешеная собака).

тытăнмасра

за (один) раз. N. Пĕр тытăнмасра, за один раз. См. путене.

тытăнсарах

настойчивее, энергичнее? Альш. Икĕ вăйă (два соединенных хоровода) пĕр çĕрте тата тытăнсарах, тата хытăрах, тата илемлĕрех калаççĕ.

тытăнчăк

задержка. N. Ун пĕр тытăнчăкĕ те çук. У него нет никакой задержки. || Заика.

тытăç

(тыды̆с’), схватываться, сцепляться, взяться. Орау. Тытăçса вăрçас пек ятлаçрăмăр. Разругались до того, что чуть не подрались. Байдеряк. Пурте пуçтарăнса çитсен, каяççĕ хире, çерем çине, алла-аллăн тытăçса (взявшись за руки), юрласа. || Схватываться, т. е. вступать в драку. N. Кам-та-пулин çуха-пуçĕпе пĕр касă ытлашши çуртарса тухсан, е ана йăранĕ тепĕрин енне ленксен, вĕсем вара ура çăпатипе виçе-виçе вăрçса тытăçса каяççĕ (схватываются и чачинают драться друг с другом).

тыткала

учащ. ф. от гл. тыт. Якейк. Торатсенчен тыткаласа (хватаясь за сучья), йăвăç тăрне хăпарса карĕ. Кан. Карта тăрăх тыткаласа килелле уттартăм. Я пошел домой, хватаясь за изгородь. || Держать в руках, брать в руки. Аттик. ЧС. Çак чиртен кайран тетен сулахай алли типе пуçларĕ, пĕр япала та тыткалаймасчĕ ĕнтĕ. || В уничиж. см. кое-какой ловле). В. Олг. Полă паян тыткаларăн-и? Ты сегодня наловил рыбёшки? || Щупать. N. Кĕтернене çул та памаçть, курсанах ăна унтан та кунтан тыткалама тытăнать. || Употреблять (что). ПУ. Вĕреннĕ чухне тыткалакан япаласем. N. Пирĕн пулли-качки... эпĕр час-часах тыткаламастпăр та ăна (не в частом употреблении). N. Тирĕсене (их шкуры) тумтир вырăнне тыткаланă. Çутт. 30. Асту ачусемпе пĕр пит-шăлли ан тыткала, уйрăм шăл. Вино-яд. Ачасем те эрех тыткалама ан вĕренччĕр. || Тратить, расходовать. Аттик. Исе килеç ялтан вăйăç, эрех-сăрана витри-витрипе тыткала пуçлаççĕ. (Пумелке). N. Ытти хăна (тебе самому) юлтăр тыткалама (на расход). N. Хама тыткаламалăх алра укçа пĕр 7 тенкĕ пур. N. Утă-улăмсене перекетлĕрех тыткала. Çутт. 54. Тыткаламалăх укçа пур. Виçĕ пайран пĕр пайне çеç тыткалама шут турăмăр. || Распоряжаться. N. Сан килĕнти тарçă-тĕрçĕне хăй аллипе тыткалать. Истор. Шуйскийсем ун сăмахне итлеме мар; ăна хăйне те ирĕк паман, кăмăлĕсене епле килнĕ, çапла тыткаланă. || Править (лошадьми). НАК. Хĕр ялне пырса кĕнĕ чух, ут тыткалакансенчен пуçне пурте кӳме умне тухса тăраççĕ. Богдашк. † Çил çунатлă ута тыткалама кайăк чĕрелĕ ача кирлĕ ăна. Торп-к. Эсĕ ытла çамрăк, лаша тыткаламалăх çук. || Держать (в строгости или наоборот). N. Намăса пĕлмен ачуна эсĕ хытă хуралла, çемçе тыткаланă тĕле пулса усала ан тытăнтăр вăл. Кан. Пăртак тыткаласчĕ ку Керлие. Букв. 1906. Чим-ха, эпĕ сана, асаннӳне каласа парам, вăл сана лайăх тыткалаканччĕ-ха. Кратк. расск. З0. Вĕрентекен те хытă тыткаланă ăна, ашшĕпе-амăшĕ те ятланă. ЧС. Ваттисем ун пеккине: вилĕн (чит. вилнĕ) çын хăй аллипе тыткалат, теççĕ (т. е. покойники сами хватают тех, кто их оскорбил. Из статьи об утопленниках). || Делать (что). В. Олг. Ĕçленĕ чох часрах, вăр-вар çарăнкалас, тыткалас (делать дело). || Иметь дело (с чем). Юрк. † Ылттăн тăрăлă çуртсем ăшĕнче улпутпала тиек лараççĕ, ялăн шурă хутсем тыткалаççĕ. Собр. Çав укçа кайран урăх çынна тыткалама юрамаçтĕ, тет. ЧП. Ылттăн-кĕмĕл лайăх тыткалама. || Обращаться. Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне шăтăка янă, унта та уна пытаракансам хăраса анчах тыткаланă. В. Олг. Кантăр ытла вăрăм, тыткалама шолтра.

тытма

скоба (скобка) у двери; перила у крыльца. ЩС. N. † Чăпар куккук пулса, тытма çине килсе ларччăр. N. † Пусма çине пусмастпăр, пустав çине пусатпăр; тытма çине тытатпăр, алă тытмине тытатпăр. ЧП. Йысна тытми — шуç тытма. АПП. † Чăпар куккук пулар-и, тытма çине килсе ларар-и? Н. Лебеж. † Пусса кĕрес пусмине пустав сарса кĕтĕмĕр, тытса кĕрес тытмине шăвăç кустарса кĕтĕмĕр (вар. кĕрĕпĕр). Собр. † Хăта тытми-шуç тытма, пĕр тытмасăр ухрăмăр. Никит. Усенчен хире-хирĕç кайра пĕр тытмапа картланă çĕрте сут тунине курма килнĕ çынсем (зрители) лараççĕ. || Ручка. N. † Лутраях та шĕшкĕн аври кĕске, тытаясчĕ халĕ — тытма çук. || Рукоятка у сохи. Етрух. Ака-пуç тытмине тытать. || N. Тытма тăпăлтарса тохнă (палка какая-то). || Изгородь. Изамб. Т. Эсĕ: улма-йывăç лартмалла, тетĕн. Малтан тытма кирлĕ.

тытса ил

отнять. Никит. Вĕсем темĕскер пĕр çын аллинчен çарана тытса илесси çинчен юмахланă. N. Маяк касма карăм та, пĕчик пуртăна тытса илчĕç, кукăр кутне кукăртрĕç. Эльбарус. Пире хуса çитетчĕ те, портăсене тытса илетчĕ. || Завоевать. N. Хусан патшалăхне тытса илсессĕн (после завоевания К. ). Никит. Хусана тытсилме (= тытса илме) кайнă чухне. || Подхватить (речь). Çĕнтерчĕ 12. Праççи сăмахне тытса илсе...

тытса кĕр

поймать и внести (привести). N. Эс пĕр чăххине тытса кĕр-ха.

тытса тăр

стоять и держать. N. Пĕри лашана тытса тăчĕ, тепĕри лавĕсенĕ пăхса илчĕ. || Задерживать. N. Эсĕ çак пиçмона (= çырăва) алла илсен, пĕр кун та тытса ан тăр, часрах çырса яр. N. Нумай тытса тăтăм. Çиленмесен юрать, тесе калать, те. Я долго продержал (книгу); скажи ему, что я прошу у него извинения. Скотолеч. 35. Тата хĕлĕх е çăм-тĕк таврашĕ çунтарса, тĕтĕмне сăмса патне тытса тăрас пулать.

тыттар

понуд. ф. от гл. тыт. Хир-б. Стариккине аçам тăхăнтараççĕ, хул-хушшине мăнă çĕлĕк тыттараççĕ. Çĕнĕ-Кипек. Кăшманла выляс пулсан, пĕр мăнă, вăйлă ачана суйласа илеççĕ те, пĕр-пĕр юпаран тыттарса тăратаççĕ (заставляют держаться за столб). Регули 732. Эп она тыттарам (тытма калам). Ib. 697. Тыттаракан маррине кăтартрăм (тыттарманнине). Ib. 733. Вăл хăва тыттарчĕ (сам дался в руки), эсĕр çавăнта она тытрăр. || Давать в руки, вручать. Изамб. Т. Хам та илĕп, ан тыттар (не давай в руки, не угощай), нумай пулмас-ха çини (я недавно ел). N. Пушă черккине калле тыттарат. N. Чей таврашне тыттарман. В. С. Разум. КЧП. Мана, атте-анне куриччен, аллă тенкĕ алла тыттарчĕ. || Всучить (негодный товар и пр.). Юрк. Сана вара, улталаса, шăтăк сăмавар тыттарса ячĕç пулĕ: шывĕ урайне юхса туха пуçларĕ-çке! тет. || Прикрепить при помощи крючка и пр. Чертаг. N. Çуйăн вăлти юпине çыран хĕррине тăрăнтарса лартаççĕ, унтан тата шывăн икĕ енчен вăл юпана кантăрасемпе тыттараççĕ. Изамб. Т. Çав шăлсенчен (за эти копылья) хурама (вязки) анса тупансене (полозья) тыттараççĕ. || Скреплять (чем). N. Урапана тимĕр тыттарнă. N. Чӳречисем пĕчĕк, маччине тыттарман (не сплочены). || Пришить. ЧП. Хура шĕлепке хĕррине хура пархат тыттартăм. || Обивать. N. Арчана тимĕрпеле тыттарнă. || Отделывать (чем). Ачач 79. Кăвак йĕмĕсен çĕввисене хĕрлĕ йышши йĕрпеле тыттарнă. N. Çияла кĕмĕл тыттар. || Заставить (нанять и пр.) городить. N. Анкарти карти хамах тыттарчĕç. N. Эсĕр: анкарти тыттаратпăр, тенĕччĕ. || Огородить. Микушк. Çакă Микӳшкелĕн укăлчине тыттарар-и тăмра хĕлĕхпе? Кан. Сут пулакан çурта йĕри-тавра пралук картасемпе тыттарса пĕтернĕ. N. Сăрт хĕррине хӳме тыттарнă. || Дать взятку. N. Ĕçӳ тухтăр тесессĕн, ик-виç кĕмĕл тыттарас пулать. Çавăн пек пулнă ĕлĕк. || Обманывать. N. Тыттарать, обманывает. Кан. Вăл хуман пулсан та, сана: хунă, тесе, тыттарат. Пшкрт. Вăл мана тыттарчă (-чы̆; или: вăл мана чăсрă). || Щипать (о морозе). Якейк. Ай-ай, паян холхая тыттарать (холод, мороз заставляет хвататься за уши). || Точить. N. Пурта (çавана) кайса тыттарас-ха.

тие

(т’иjэ, тиjэ), грузить, нагружать. Чăв.и. пур. 10. Ăлавне пысăкрах тиенĕ. N. Ку тырра арăмпа иксĕмĕр алласа тиерĕмĕр мер-и? тет. Ст. Шаймурз. Ĕлĕк пĕр купса пĕрре тавар тиеме (за товаром) ют çĕре кайнă. ТХКА 77. Пушăт тиеме асатте çармăса кайнă. N. Теренттей вăрмана сайхах (сайхахсем) тиеме кайрĕ. N. Павăл кĕнеке тиеме кайрĕ. || В перен. см. N. Хăйсем ĕнси çине тиеççĕ. Все это им на свою шею, сами себе готовят петлю. Трхбл. † Курка çине курка тиетĕр (impingitis), алăкран тухайми тăвасшăн. || Нагружать работой. N. Кирек мĕнле ĕçе те чурисем çине тиенĕ.

тиен

быть погружаему. Кайсар. Пысăкрах сенĕк тыт, ăлав часрах тиенĕ. Цив. Çăртан пулă ячĕпе („по щучьему веленью“) вутă тиенсе çыхăнса киле ларса каймалла пултăрI || В перен. см. Альш. Пĕр килтен тапранат ик-виç урапа: ачи-пăчи, хăй тиеннĕ (т. е. уселись). Шел. II. 69. Лашапа урапа çине пĕр ушкăн арăм тиеннĕ те, Канашран ялалла анаççĕ. N. Пĕр урапа çине темиçенĕн тиенеççĕ те, урам тăрăх чуптарса çӳреççĕ. Букв. 1904. Унтан вара эпир туп-тулли тиенсе тухса кайрăмăр. Кан. Пурте чухăн çине тиенет. Вину во всем этом взваливают на бедняка. N. Ĕç сана тиенсе юлчĕ. (Письмо). Букв. 1886. Ăна курасшăн ан çун, вăл (бедствие) часах ĕнсе çине килсе тиенĕ.

тиек

(тиjэк, т’иjэк’), волостной писарь, писарь, письмо-водитель (от русск. дьяк). N. † Çыру çыракан тиек. ЧП. Çыру çыран тиек. N. † Качак пӳрнем çыру çыра пĕлсен, Хусанăн тиекĕ пулăттăм. ТХКА 77. У, сирĕн Микула Тĕмер тиекĕ пекех çырать, тет. Анне: пĕлейреççĕ-и вара, тет. Пазух. † Тантăшçăм, тантăшçăм та, ай, улпут пек, тиек майри тытса та савас пек. Юрк. Исправник хăне валли çырса тăмашкăн пĕр тиек тытса ларать. Ib. Кĕсенĕн ял тиекĕ çын ячĕсене çыраканни çук.

тиекле

на писарский лад. N. Çӳçне-пуçне тиекле шăлса хунă пĕр енне.

тием

описка вм. чием, моя вишенька? Т. II. Загадки. Пĕр такана тием (вишня) пур, илсе хыпма эмел çук. (Кăвар).

тив

(тив), трогать. N. Эсĕ (ес) ăна ан тив. Ты его не трогай. Орау. Ай-уй, ан тивех, ӳкетĕп! Чураль-к. Ан тив, Тимоххи! Тивмен çынпа мĕн тăван? (Куршанкă). N. Эсĕ мана сивĕ алпа ан тив (ан тыт). || Касаться. ЧП. Пуçĕ маччана тивет-ĕçке. ТХКА 46. Хамăр йăмра тăррине тивес пекех, кайăк-кăвакалсем аялтанах, карти-картипе ларт! ларт! лартлатса вĕçе-вĕçе карĕç. Альш. Çав тери хытă чупса кайрĕ ĕнтĕ (бежал очень быстро), ури çĕре тивни те курăнмас. Кн. дла чт. 157. Чупа пуçласан, ури çĕре тивмен пекех туйăнать. Ст. Шаймурз. Çĕре тиви-тивми ларать-çке (дерево). Бижб. † Хапхăрсенче лăс хурăн, çĕре тиви-тивми ларат-çке. || Брать (чью-либо вещь). N. Тата çын япалине тивес пулмасть. || Об огне. М.-Яльчики. Асту, кĕпӳне вут ан тивтĕр (как бы не загорелась рубаха). Çамр. Хр. Пушарĕ, сăмакун юхтарнă чух тивнипе тухнă. || Laedere, violare, обижать, оскорблять. Кама 56. Кам кăна? Кам тиврĕ? СПВВ. Чĕрене тивет (оскорбление). || Задевать. Чăв. к. † Çичĕ ют килне кайсассăн, сăмах тивессĕн туйăнать. Бес. чув. 14—15. Магомета урăх тивменни, ытти япаласем çинчен калаçа пуçлани ăна пит кăмăллă пулнă. || Бить. N. Вăл мана тивет! Мана Иван тивет (бьет). || Попадать (о пуле и пр.). N. Сарая тупă етри (снаряд) тивсе çунтарса янă. Скотолеч. 31. Выльăхăн куçĕ тусанпа, тĕтĕмпе, япала тивсен, çӳпĕ кĕрсен, тата шăнсан, пăсăлать. N. Куçĕнчен тивсе, хăлхи патне тухнă. Юрк. Унта пытанса лараканскер, хама тиврĕ-тĕр тесе, хăранипе сиксе тухат та: мана пĕтерчĕç!... мана вĕлерчĕç! тесе, кăшкăра-кăшкăра анаталла чупа пуçлат. N. Пĕрин пуçне кайса тиврĕ вĕт. || Действовать (напр., об угаре), производить действие. Никит. Маччана чут та шаккамаççĕ, шаккасассан, сĕрĕм, шăрш тивекен пулать, теççĕ. ТХКА 6. Çанталăк уяр пулмалла — хĕвел ăшши питĕ ăшшăн тивет вара. Орау. Пĕр курка ĕçсессĕнех пуçа кайса тивет. N. Унăн сăмахĕсем вĕсенĕн чунне тиве пуçланă. || Иметь отношение к..., касаться. N. Çак каланă сăмахсем пире те тивеççĕ. || Доставаться (кому). N. Суяна текех суйнинчен усă тивес çук. Альш. Тивнĕ ку хăнасене хытах: ӳпки юлман кăсен (здорово выпили?). N. Вăл пухнă ылттăн-кĕмĕл таса çынна тивĕ. N. Ертсе çӳрекенине те тивтĕр (= ертсе çӳрекен те пайсăр ан юлтăр, ăна та эпир хывни çиттĕр). N. Кай та, ывăлусене: пĕрне ашшĕн пурлăхĕ тивмелле, тепĕрне нимĕн те тивес çук, те; вăт вара вĕсен иккĕшин те çурмаран пулĕ. Ст. Чек. Ĕрет тиввĕрĕ. Пришла очередь. О сохр. здор. Çав сивĕ (холод) пире пурне те пĕр пек тивет (зимою, т. е. все мы принуждены его переносить). Шурăм-п. Пире сăмах (брань, попреки, выговор) тивет, тесе, эпир те хăвăртрах тепĕр лапалла чӳпрăмăр (на лугах). Юрк. Вĕсенĕн вăл ачи каймалла мар, кĕçĕннине тивет (очередь итти в солдаты). || Прихидиться на долю. Юрк. Мана та мĕн-те-пулин тивет-тĕр? (вероятно, что-нибудь приходится и на мою долю). N. Аçун икĕ ятпа çурпилĕк тиврĕ. N. Вăл ана мана тивет (следует, достанется). N. Калла кайма тивет поль. N. Хурала хыпаланса кайма тиврĕ. Пришлось спешно итти на караул. N. Хуралла уйăхне икĕ рас кайма тивет. || Ударить (о запахе) N. Сохан сăмсая тивет. || Мешать. Сред. Юм. Отнаккă полсан, тивмĕччĕ. Если бы было, не мешало бы (было бы не дурно). N. Ан тив ĕнтĕ. Вĕсен ĕçĕсем те çав кăна. || Постигнуть. N. Сана çын çилли тивсе пĕтерĕ. Ала 88°. Чир-мĕн тивсессĕн, ача-пăча хуйхăрмаçть уншăн, ашшĕ-амăшĕ хуйхăрать. N. Чир тивет, вара тин хамăр тĕллĕн нимĕн тума пултарайманнине пĕлетпĕр. N. Усал ан ту, сана та усал тивмĕ. N. Ытла та йăвăр тивнĕ-мĕн сана. Тебя, оказывается, постигло тяжелое бедствие. || Приходиться (о родстве). N. Ут енчен тивекен хурăнташăмсем. Альш. Лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет. N. Хурăнташ тив, торту тив || Ст. Чек. Ача пăтти параççĕ ăшра тивни-мĕнĕсене, ăшра çинĕ тивнисене. || Вредить. Сунт. Уйри тырă лайăххăн пуç кăларса та ĕлкĕреймен, ăшă тивсе сарăхса кайнă. N. Тăм тивет. Алик. † Вăрăм-вăрăм тияççĕ, пур вăрăма çил тивет. (Солд. п.; смысл: на военную службу берут только лучших, отборных). || Натирать (кожу). Скотолеч. 18. Хăмăт начар пулсан, кăкăрне тивсе шыçтарать. Календ. 1906. Хăмăт е йĕнерчĕк тивсен, выльăхăн мăйĕ-çурăмĕ хăш чух шыçса каять. || Заразить. Якейк. Сăпаççипах сорăхне (овце) чир те тивсе (вилнĕшĕн). || То же, что вит, проникать. Альш. † Тутлă чĕлхене пыл тивмест (вар. витмест), тайла пуçсене хĕç тивмест. || Decere, ороrtere. || N. Уншăн вĕсене ырă сунма тивет-и?

тивтер

(тивдэр), понуд. ф. от гл. тив. См. тивер, тиверт. Истор. Париша кĕрсен, патша хрантсуссенĕн пĕр япалине те тивтермен. N. Вĕçен-кайăксене хăйсем вĕлерме мар, хăйсен юлташĕсене те нихăçан та тивтерместчĕç. N. Манне (моего) ан тив, и çынна ан тивтер.

тивĕç

(-вэ̆с’), должно, следует. N. Çавăнпа унтан чăваш иккĕ, тутар пиллĕк, вырăс виççĕ яма тивĕç. N. Манахăн пуянлăх пулма тивĕç мар, теççĕ, хăйсем халăха ултавпа çаратса пурăнаççĕ. N. Камăн çĕнĕ çĕре кайма тивĕç? Сред. Юм. О пирĕн ратне çôрчĕсĕм патне пырса шăршланма та тивĕç мар (ему даже близко подходить не следует). || Иногда выраж. предположение. Альш. Шывăн леш хĕрринче кимĕ пур, тет. Пулăçă пулсан, кунта кăларма тивĕç мар, тет (едва ли рыбак может здесь вытащить лодку). N. Тивĕç, надлежать. || Должный. N. Ăна тивĕç хак парса хăтарнă. || Принадлежащий по праву. Альш. Вăл ачана аслашшийĕн ырăлăхĕ тивĕç-ши, тивĕç мар-ши? || В см. им. существ. Бугульм. † Шур пӳртĕн умĕ улма йывăç, ут кăкарма тивĕç пур-и (позволительно ли, достоин ли)? Çакă киле килтĕм асăнса, пĕр юрă юрлама тивĕçли? N. Хăйне тивĕçлĕ тивĕçрен ытла хапсăнакан çын (домогающийся иметь более, чем ему следует по праву). Тим. Хăй тивĕçне хăй аллине илме хăтланать.

тивĕçлĕ

надлежащий. || Тот, кто должен, или кому приличествует (дедать что-либо). N. Мана ĕнтĕ килти пурăнăç çинчен сӳтсе яма те тивĕçлĕ, те тивеçсĕр çын эпĕ. || Приходящий кому (на чью долю), принадлежащий, сделующий (кому). КС. Хăйне тивĕçлине илчĕ вăл. N. Ĕçленĕшĕн тивĕçлине тӳлесех тăнă. Хурамал. Мана тивĕçлĕ укçа. СЧЧ. Хай йĕрĕх пĕрни çакăнса тăракан кĕлет (амбар) пире тивĕçлĕччĕ (приходился при разделе имущества на нашу долю). Курм. Мана тивĕçлĕ. Принадлежит мне. Слеп. Çак япала мана тивĕçлĕ (принадлежит мне; так говорят при споре). КС. Вăл пӳрт хама тивĕçлĕрен эпĕ: ăна турттарас, терĕм. Я вздумал свозить эту избу, потому что она полагалась мне. Ала 82°. Эсир мана тивĕçлĕ хĕре калăр: санăн каччу та çаксем пек аван, ни ухмах мар, ни суккăр мар; ву халĕ амăшне пулăшма юлчĕ, тесе калăр, терĕ, тет. || Должно, следует, приличествует. N. † Сирĕн пата килсессĕн, пĕр çавра юрă юрлама тивĕçлĕ. N. Вăл ахаль каласан та, эсĕ тума тивĕçлĕ. Пир. Ял. Эсĕ Янкăлч ялĕнче çĕрпе усă курма тивĕçлĕ. || Родственный по крови. Сред. Юм. Тивĕçлĕ хорăнташ (родственный по крови). Юрк. Тивĕçлĕ хурăнташĕсем. || То, что следует (о цене, о плате). Хурамал. Мĕн хака парассине тивĕçлине кала. Говори (скажи), сколько стоит, за сколько ты отдашь? || Достойный. N. Унăн пурнăçне эпир те пĕлме тивĕçлĕ пултăмăр. N. Çаксене пурне те парсан тин хресченсем этем е тивĕçлĕ пулĕç (будут жить по-человечески). N. Ман пек аскăн пулнă çын, ирсĕр çын ниепле те курма тивĕçлĕ мар аслăлăха куртăм. || Заслуживающий, подлежащий. N. Эпир çавна тивĕçлĕ. Мы того и стоим. N. Сута тивĕçлĕ. Подлежит суду.

тивĕçсĕр

незаслуженный (-но), недостойный (-но). N. Пĕр тивĕçсĕр çĕртен сăмах илтсе пурăнтăн. N. Сире чунтан юратакан, хисеплекен, сирĕн тивĕçсĕр çыннăвăр Якку. (Конец письма). N. Вĕсем Раççейри пĕтĕм хура-халăха улпут аллине валеçсе парса тивĕçсĕре кăларнă (привели в недостойное положение). N. Ман тивĕçсĕр кĕллĕмрен (ыйтнинчен) йĕрĕнмерĕн. Шишкин. Волакансем ан тиркĕр: тивĕçсĕр йорсем çырнă, тесе, кăçал йор те темле тивĕçсĕр çурĕ. N. Хĕре тивĕçсĕр (незаслуженно) хурлантарнăшăн тусĕсене хытă ятланă вăл. || Неуместно. Сред. Юм. Темме пит тивĕçсĕр сăмахлан çак эс (неуместно). || Чересчур. Харченко 49. Йĕтĕн тăпрана питĕ начарлатса, ывăнтарса хăварать. Мĕншĕн тесен вăл тăпрари сĕткенсене тивĕçсĕр нумай пĕтерет. Ib. 1З. Çапла, тивĕçсĕр васкаса ĕçленипе вĕсен сывлăхĕсем те тикĕс ĕçлесе пынă чухнехинчен ытларах пĕтеççĕ.

тивĕç тивни

быть по праву, надлежащим. СТИК. Пĕр-пĕр ют çын хурăнташсем пĕрле ĕçкĕ-çикĕ тунă çĕре пырса малах кĕрсе ларсан, ăна хăюлăрах çын хăйнех çапла калат: эй, намăссăр, сана кунта ларма тивĕç те тимест вĕт! || О родственных отношениях. СТИК. Вăсем сире çывăх хурăнташ-и? — Çук, таçтан аякран, асатте-асаннесенчен кăшт тивĕç тивет няк (кажется, приходится немножко сродни). N. Вăл пире тивĕç тивет. Он к нам имеет отношение, т. е. родственник.

тикĕн

так, без последствий. Н. Шинкусы. Асамçă вара куккасенчен пилĕк пус укçа ыйтса илчĕ те, ун çине пăхса, кала пуçларĕ: ай-ай! Кăна эсир тата вăраха хăварнă пулсан, тикĕн пулман пулĕччĕ ку, е хăра, е выльăх-чĕрлĕ-хĕрсене пуçтарса хунă пулĕччĕ (умертвил бы) ку. (Пăсташ). СПВВ. ЕХ. Пĕр-пĕр усал ĕç пулсассăн, ку япала тикĕн мар, теççĕ (т. е. это не спроста, это так не пройдет). См. пуçтар. Изамб. Т. Арăмĕ: ку тикĕн (так) хăтармаст, тесе, пӳртĕнчен тухса кайнă (не так, не спроста бранится, а имеет в виду какую-то цель).

тикĕс

(тигэ̆с), ровный, гладкий; плоский. Тим. † Сирĕн çинче камсул килĕшет, те аркипе çанни тикĕсрен. Чураль-к. † Урам хушши тикĕс мар, шăлаканĕ эпир мар, хĕрсем хăйсем ывăнмасан, ывăнакан эпир мар. (Пародия на тат. п.). || Ровно, гладко. N. † Юрататăп эпĕ çил арманне, те тикĕсех çуначĕ çавăрăннăран. Ст. Чек. † Икĕ Атăл, пĕр тинĕс, шывĕ юхат пĕр тикĕс. Пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртейинччĕ пĕр тикĕс. || Одинаково. Орау. Пирĕн тикĕс пулмĕ, эсĕ ху тикĕспе пулин пар. || В см. им. существ. Альш. Пĕр тикĕс çук çĕртен утат. Идет по неровному месту, по кочкам. || Ровненько, т. е. благополучно. N. Ял-йыш тикĕс тăрат-и? Юрк. † Сирĕн курнитсăрсем хире-хирĕç, унăн çийĕ виттисем пĕр тикĕс. Эпир пурсăмăр та йĕр тантăш: иртинччĕ ĕмĕрĕмĕрсем пĕр тикĕс. Собр. Ĕмĕр тикĕс килмест (вар. пĕр тикĕс иртмест), теççĕ. (Послов.). Ерк. 46. Кăçал вăйлă çур килнипе ыраш ӳсет пĕр тикĕс. Бес. чув. 8. Иртнĕ пурăнăçĕ унăн пĕр тикĕсех иртмен: вăл çичĕ çула çитсен, унăн амăшĕ вилсе кайнă. N. „Крестьянский банк“ ĕçĕ пуçланнăранпах пĕртте тикĕс пыман: унăн ĕçне ăрасна-ăрасна пуянсем анчах курнă. || Поровну. Юрк. † Çак киле килнĕ хăнисене курки тикĕс тивет-ши? Сред. Юм. Пĕр тикĕс парса тохрĕ. Разделил всем поровну.

тикĕт лакăмĕ

лагун с дегтем, мазница. Юрк. Курăсăн, çав хушăра пĕр пирĕн урапа хыçне çакса янă тикĕт лакăмне салтса илме тытăннă. || ЧерномазыЙ. Якейк. И тикĕт лакăмĕ! (Тирпейсĕр, питне-куçне çуман çынна калаççĕ).

тикĕтле

мазать дегтем. БАБ, КС. и др. Альш. Пĕр-пĕрне курайман каччăсем хапхасене тикĕтлесе аппаланнă.

тикшĕр

разбирать, расследовать, обсуждать. Ст. Чек. N. Чăн малтан çĕр ĕçне тикшĕрмешкĕн комиççи суйланă. N. Сутă этемсен (торговцев) пĕр-пĕрин хушшинче пулакан ĕçсене, е айăпа лекнĕ çынсенĕн айăпсене тикшерме (сут тума) тунă. N. Хăй патне пыракансене вăл тикшĕрмен. См. тишкер.

тил-çĕлăкĕ

, тил-çĕлĕк, дисья шапка. Алших. † Хĕрлĕ çĕлĕк — тил çĕлĕк, хĕр-сăрие юратат; ай-хай пуçăм, çамрăк пуç, вăйя-кулла юратат. Юрк. Пĕр эрне кĕрӳ выранĕнче те, мĕн тĕрлĕ шăрăх пулсан та, тил çĕлĕк тăхăнса ларнă (манăн атте).

тилĕ çĕлĕк

то же, что тил-çĕлĕк. N. Тухья çинчен тилĕ çĕлĕк тăхăнаççĕ (хĕрсем). Бур. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çумче пĕр чечек. (Тилĕ çĕлĕкĕ). С. Дув. Яхути (т. е. упомянутый Яхуте) тиллĕн тирне сӳсе илет те, çĕлĕк туса тăхăнат. Халь те пулсан çав тилĕ çĕлĕкĕпе çӳрет, тет.

тилĕр

(тилэ̆р), беситься. Самар. † Çак ачасен тилĕрни амĕш чарсан та чарăнмаç. Ст. Чек. Тилĕрмен пулĕ-çке, тек арăмна хĕнетĕн! N. Тилĕрсе кайсан, вăйлă кăна лекет вара. Если озлятся, взбесятся, то задают жару. Ялюха М. Елле эп унтан начар-и, мĕн-и? Вăл пĕлнине елле эпĕ пĕлместĕп-и? Ун пеккине кăна эп куркаланă ĕнтĕ; эп ăна йăлăнассăм çук, вăл хăй мана йăлăнтăр, манăн тĕрĕс, тĕрĕслĕхрен мĕн тума ăна пăхăнса, парăнса тăрам эп? тесе, тата ытларах тилĕрме тытăнат. || Бредить. Н. Седяк. Тилпĕрен вăррине çисен, этем тилĕрет (т. е. аташать, кăтăрать, ухмахланать). || То же, что тилмĕр. ЧП. Икĕ куçăм, пĕр пуçăм, тилĕ-реççĕ тăвансене курасшăн.

тилмĕр

(тилмэ̆р), умолять, просить убедительно. N. Çырушăн питĕ тилмĕреп. N. Пуççапса тилмĕрсен, тин ирĕке янă. Цив. Вара лаша Кукша Ивана тилмĕре пуçланă: яр мана, эпĕ сана пĕр-пĕр ырăлăх тăвăп, тет. Сред. Юм. Нăмайччин ямасăр тăчĕ, тет, кайран, ачисĕм пит тилмĕрнине кôра, çапах пиллесе ячĕ, тет. Никит. Леш çапах: уçăр! тесе, тилмĕрсе тăрать. Ib. Хуняшшĕ тилмĕрсен-тилмĕрсен, кинĕ-уçса кĕртнĕ. Мĕкĕн Антон 24. Эсĕ мана тилмĕрнипе çавăраймăн. Ерк. 58. Йĕри-тавра йĕркере вир-ял ачи сахал-и? тесе чарать Силемпи Чĕкеç хĕре тилмĕрсе. N. Чонтанах тилмĕрсе çырать. N. Текех тилмĕрмелле ан ту. ЧП. Эпĕ ăна тилмĕрни, нимпа та (= нимпе те) парасшăн мар (усиленно просить). || Пристально смотреть. Ст. Ганьк. Тилмĕр — имеет двоякий смысл; 1) усиленно просить, 2) пристально смотреть. Баран. З6. Пăх-ха ăна, мĕн тĕрлĕ вăл тилмĕрсе пăхать! Ала 55. Татах эпĕ тилмĕрсе пăхрăм. Тилмĕрсе пăхсан, эпĕ палларăм кам кĕлет патнелле пынине (кто шёл). Ib. 54. Эпĕ çынсем çине тилмĕрсе пăхрăм та, вĕсем мĕнле çынне (какие они люди) палларăм. Юрк. Çĕнĕ çуралнă чуна тилмĕрсе халланса пăхсан, çав чун куçăхать, тенĕ ĕлĕкхи çынсем. Ib. Тилмĕрсе вуласа (пăхса) юлаççĕ. N. † Вăрман хĕрри каюллă, тилмĕрĕç-ха выльăхсем. || Иметь сильное желание. Ст. Шаймурз. † Тăвансене курасшăн эп тилмĕртĕм; курсассăн, калаçас килчĕ-çке. || Беситься. Ст. Чек. Тилмĕрсе çӳрет. Бесится, буянит (гов. о пьянице).

тилпĕрен

(тил’бэ̆рэн’, т’ил’бэ̆рэн’), белена, hyoscyamus, tourn. niger L. Белена черная. Рак., Кайсар. 134. Тилпĕрен. Астаракан курăк, хытанкарах çĕрте ӳсет. Ăна выльăх та çимест. N. Тилпĕрене хăш-пĕр çĕрте тата ухмаха ертекен курăк теççĕ. Карcун. Тилпĕрен, белена (с белыми цветами) Рак. Тилпĕрен — ухмахлантарать. Çулçи çăпана аван. Нюш-к. Пăсакан çынсем тилпĕрен вăррипе пăсаççĕ (портят), тет. Н. Седяк. Тилпĕрен аврине çисен, этем тилĕрет (т. е. аташать, кăтăрать, ухмахланать). N. Тилпĕрен вăррине çисен, çын вилет, теççĕ. Ib. † Тилпĕрен вăрри татнă чух малалла мĕн пуласса пĕлмерĕм. Тюрл. Тилпĕрен. Çавна çисессĕн, охмаха ереççĕ.

Тилçе

(тилз’э), назв. реки, Тельца. К.-Теняк. Юрк. Пĕр Тилçери шыва анчах сутăн илместĕпер (а все остальное покупаем за деньги). Альш. Чапăрлă тăвĕ Тилçе шывĕ хĕррине çитет те, пĕтет.

тимĕр пăх

(пы̆х’), железный шлак. N. Сирĕн лаçра тимĕр пăх(ĕ) нумайланса кайнă. Орау. Пĕрин ĕлĕк икĕ арăм пулнă, тит. Икĕшĕ те хыткан, начарскерсем пулнă, тит. Пĕре икĕшне те лартса хăнана кайнă, тит. Çул çинче тимрĕç лаççи панчен иртсе каймалла, тит те, тимĕрçрен ыйтать, тит: тимĕрç, çак ик майраран пĕр лайăх майра пулать-ши? тесе калать, тит. Тимĕрçи калать, тит: пулмаçть, виççĕрен пĕре лайăх пулать; виççĕшне пĕрлештерсе хĕртсе, пĕри тимĕр пăх пулсах пĕтет, çампа виççĕ кирлĕ тесе каларĕ, тит. (Из сказки).

тимĕр чĕлхи

заклинание от пореза. N. Алла кастартăм, тимĕр чĕлхи сур-ха часрах! Сред. Юм. Кăçти ӳте те полса кассан, тимĕр чĕлхи вĕрсен, йон тохма чарнать, тет. КАЯ. Алла пĕр-пĕр çĕçĕ кассан, е урана пуртă кассан, е лашана суха тимĕри кассан, çавăн пек кирек мĕнле тимĕр тавраш ӳт-тире тивсе татса пăрахсан, час тӳрлентĕр тесе, тимĕр чĕлхи вĕреççĕ. Нюш-к. Выльăха е çынна тимĕрпе мĕнпе кассан, тимĕр чĕлхи пĕлекен вĕрсе парсан, хăвăрт тӳрленет, теççĕ.

тимĕрĕç

кузнец. См. тимĕрçĕ. N. Тимĕрĕç те çавăн пек сунтал кутĕнче тимĕртен пĕр-пĕр япала тăвасси çинчен тарăхса ларать.

тимĕрĕх

назв. киремети? N. Чӳк çырлах, ан пăрахах! Тимĕрĕх киремечĕ, ак сана пĕр кăвакал пуçĕ паратăп, чӳк çырлах, çак ĕнене вĕлерсе ан каях. (Моленье киремети о больной корове, которую „тытнă“).

тимĕрçле

назв. игры. Якейк. Тимĕрçле (играют большею частью на кормёжке). Пĕр ача çĕре ларать те, аллине нăхта, е вĕрен тытать. Çав вĕрен е нăхта вĕçĕнче тепĕр ача чопса çӳрет. Çĕрте ларакан ачине йопа теççĕ, нăхта тăрăх чопаканне тимĕрçĕ теççĕ. Тимĕрçĕ чопса çавăрннă чох, ăна пыра-пыра çорăмран хăшĕ çраççи, хăшĕ портă, хăшĕ соха-тимĕр, т. ыт. те тутарма килтĕмĕр, тесе, çапаççĕ. Тимĕрç хăйĕн патне пыракансене тытать: тытмасан, хăех çӳрет; тытсан, он вырăнне тытăннă ачи тимĕрç полать.

Тимĕрçен

назв. селения в б. Верхне-Тимерсянской в., Симб. у. СТИК. Тимĕрçен, вырăсла — Тимерсяны (т. е. Средние-Тимерсяны). Тимĕрçен икĕ пая уйăрăлать: пĕр пайĕ Анатри Тимĕрçен, теççĕ, тепĕрне Кив-ял, теççĕ. Тимĕрçен Чĕмпĕртен аллă пилĕк çухрăмра. Юрк. Тимĕрçен чăвашĕсем мăкшăсенчен пулса кайнă чăвашсем, теççĕ. Çӳлти тимĕрçенсене ытти чăвашсем „Ирçелĕ“ теççĕ, мăкшăлă тенĕ сăмаха. Н. Тим. Пирĕн яла хамăр ялсем Тимĕрçен (Нижние Тимерсяны) теççĕ, таврари ялсем Анатри-ял теççĕ.

тин

(тин’, т’ин’), только. Кан. 7 çынна пăхсан, тик ку ĕçе юрăхлине тупрĕç. || Только что. Янтик. Тин килтĕм эпĕ. Ib. Тин килнĕ эпĕ! Только что я пришел. N. Сӳнтерме пынă çынсем тин саланса пĕтейнĕ (только что успели разойтись). N. Тин вут хутса çунтарайнă (успели истопить). Кăмаки мăрйине те хупман, тет. Череп. Эпĕ тин кăна çирĕм. Я только что поела. Тогаево. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çоралнă путек пусса панă, тет. N. Сирĕн патăрта ыраш вырса пĕтн(ĕ)-и? — Тин (только что) пуçлаççĕ, тет. N. Куçĕ йосанас çок тин вăл çыннăн. Итла шотсăр осалччĕ те ахаль те хăва та (уж больно и сам-то он был негодяй). Тин эпĕ унтан хăтăлтăм ĕнтĕ. Сред. Юм. Тин сунă сĕт хăйми тăрăлмас, ô сĕт тутлăрах пôлать. Янш.-Норв. Тин çуралнă ача пек (как новорожденный). Тюрл. Тин троть. Только сейчас встает. || Не ранее, как только... N. Тăват çултан малалла тин астума пуçлаççĕ. N. Ваççа тăват çултан тин утса çӳрекен пулчĕ. N. Вăл çак сăмахсене сана калама виçĕм-кунах каларĕ, паян тин аса килчĕ. Курм. Хамăр киле çитсен, ĕнесем пăртак тăрсан тин пычĕç. N. Вара тин çиме пуçлаççĕ, тет, пăттине. || Только теперь. Янтик. † Эпирех килтĕмĕр — кил тулчĕ, çак хăтанăн кăмăл тин тулчĕ. Орау. Халь тин ĕнтĕ... Çурçĕр çитет пуль (теперь уж поздно итти). Регули 1233. Тин вăхăтра килтĕн. Тин анчах кайрĕ. Халь анчах çырса ячĕ. || Только тогда. Истор. Турккăсем тин лăпланнă. ЧС. Çапла вара вĕсем пĕр-пĕрне улталаса пĕр-пĕринчен кулма та пăрахрĕç, тет те, тинех чипер ĕçлесе пурăна пуçларĕç, тет. || Лишь потом. СЧЧ. Эпир пăртак ларăпăр-ларăпăр та, вара тин кĕрĕпĕр (а потом уж и войдем). || Теперь уже, вот теперь-то. N. Пирĕн ăна çĕнтересси пулмасть пуль халь тин. Сунч. † Пирĕн те инкен пулă кукăль, касать-касать — касаймасть. Тин кассассăн, çияс çук. N. Пирĕн те инкен пулă кукли, касать-касать, касаймасть; тин касса илсен, çияс çук. Бгтр. Ĕнтĕ тин хуса çитес çок она. Теперь уж его не догонишь. Истор. Çавăнтан кайран Шуйскисем пурте лăпах пулнă; патша вĕсене, тинех тавăра пуçланă. ЙФН. † Пуп кушакĕ юс тытат, Тени тус! Юс тытин те юрас çук, тин юрасси пулас çук, Тени тус! N. Кунта тин ĕмĕр ирттĕр пуль! Вот наверное, здесь-то конец моей жизниI N. Ĕнтĕ пурте: тинех пĕтрĕ-мĕр! тесе, шухăшланă. Шерче-к. Эпĕ: ах, пĕтрĕм ĕнтĕ тинех! тесе, хыпкаланма пуçларăм. ЧС. Анне мана: ĕнтĕ тинех пĕтетĕн! тесе, пушшех ятлаçа пуçларĕ. || Вот уже теперь. КАЯ. Кĕсем тин пĕлчĕç ĕнтĕ, тесе, эпĕ хăраса кайрăм. || Наконец-то. Хочехмат. Хайхи Йăван ярса илсе те калать: сана тин тытрăм, ямастăп. КС. Тинех вăл кил-ăшчикки лăпланчĕ. N. Лешсем каялла пăрахса кайсан, кусем пит савăннă: тинех хăтăлтăмăр пулĕ ĕнтĕ, тенĕ. Юрк. Хайхине тин епле çырма кирлине вĕрентрĕм. || Недавно. Альш. Тин пĕчĕкçĕччĕ, — хăçан çитĕнчĕ?... Авланчĕ те! Недавно был маленьким,— когда же он вырос?... уж успел и жениться!. Череп. Тин кăна, недавно. См. анчах. || Впервые. Изамб. Т. Эсĕ ăна тин куртăн-а? Ты его (такой огонь) видишь (увидал) впервые? Трхбл. Эп кунта тин кăна мар вĕт. Я ведь здесь не впервые. N. Тин кĕтĕм-ха. Я искупался впервые (сейчас). || Не иначе, как только... Кан. Кĕркурирен сут урлă тин шыраса илчĕ. || Более. Актай. Упăшки куна (ей): ĕнтĕ сана тин шанас çук (больше тебе веры нет, ты ненадежна). Алик. † Апай, çăкăр пĕçерет пуль. Пиççĕр-пиççĕр, сивĕнч пуль; тин çиясси пулмарĕ пуль. (Солд. п.). ЧС. Пăхса юлăр (посмотрите на него в последний раз), ачамсем, ĕнтĕ ăна (покойника) тин курас çук! Хастарăх 31. Тин пулас çук. Ib. З1. Тинех киввине пуç тайса тăмăп. N. Эпир пысăкланса ватăлнисем тин çыру вĕренеймĕпĕр: пирĕн вăл вăхăт иртсе кайрĕ ĕнтĕ, теççĕ. В. Олг. Тин хытмаст полĕ пашалуйĕ (больше: теперь уж не станет черстветь). ТХКА 57. Утмăлтан иртеп ĕнтĕ, халь тин ăс кĕрес çӳк пуль мана. || N. Эпĕ военнăй команда каймарăм, тин ватлăхра йăвăр терĕм.

тинкăр-канкăр

сл. неопр. знач. См. тинсĕр-ханкăр. Питушк. (Çын вилсен) олтă эрне çитет; олтă эрне çитсессĕн, хуçи чĕнет пускилсене. Унтан вăлсам каяççĕ лашапа, чан çакса (с колокольчиком) усатма. Онта сăра ĕçеççĕ: ăвăнта полтăр, тесе. Онтан урапа çине ларса киле килеççĕ. Вăлсам килнĕ çĕре пĕр старик ларать сĕтел хушшинче, вăл итет (ид’эт’): эсĕр, тет, ста карăр? тет. Леш калат, килекенĕ: эп котăн ĕçпе карăм, тет. Хай старик калать: тинкăр-канкăр çĕре кайтăр, тет. Вара кайран ĕçме тапратаççĕ.

тинсĕр-ханкăр

(т’ин’зэ̆р- х̚аҥгы̆р), сл. неопр. знач. Другие вариации этого речения суть: тинкĕр-канкăр, йинкĕр-янкăр. N. Тинсĕр-ханкăра кайрăмăр. Чхĕйп. Вара вăлсам (ездившие к мостику для поминовения усопшего) киле тавăрн(н)ă çĕре сĕтел хушшине пĕр ватă çына (= çынна) лартса хатĕрленĕ. Вара вăл ватă çын çавă кĕпер патне кайса килнĕ çынсенчен ответ итсе ларать. Вара кĕпер патне кайнă çын(н)и, пурте кĕрсен, сĕтел умне пырса тăрать те, ватă çын унтан ита (= ыйта) пуçлать ответ. Ватă çын калать: çта карăн эсĕ? тит. Лешĕ, кайса килнĕ çыни, калать ватă çына: кутăн ĕçе карăм („теперь говорят: чăн çĕре кайрăмăр“), тит. Ватă çын калать уна хирĕç: ну, вăл апла пулсан, тинсĕр-ханкăра кайтăр! тит. („Тинсĕр-ханкăра кайрăмăр“, а я слышал: „йинкĕр-янкăра кайрăмăр“. Прим. в рукописи). Вара çапла калать те, пĕр курка сăра тултарса ĕçтерет. Вара ватă çын(н)и сĕтел хушинче сĕтел умне пырса тăракансенчен çапла итать: çта карăн? тит. Сĕтел умне пырса тăраканни калать: кутăн ĕçе карăм, тит. Ватă çын уна хирĕç калать: тинсĕр-ханкăра кайтăр! тит. Вара сĕтел умне пырса тăракансем пурте çапла каланă: кутăн ĕçе карăм, тит. Ватă çын уна хирĕç калать: тинсĕр-ханкăра кайтăр! тит. Вара сĕтел умне пырса тăракансем пурте çапла каланă: кутăн ĕçе карăм, тит. Ватă çын кашни сĕтел умне пырса тăракан çына вăл каласан хирĕç калать: тинсĕр-ханкăра кайтăр! тит. Вара кĕпер патне миçе çын кайнă, çавсам пурте сĕтел хушшинчи ватă çына хирĕç çапла калаççĕ. Вара ватти, вăлсене хирĕç хăй сăмахне каласа, кашнине пĕрер курка сăра парать.

типсе çун

пересыхать (о рте). N. Çăвар типсе çунса пĕр хут тирĕ вистенсе тăкăнчĕ?

типĕ

(тибэ̆, т’ибэ̆, Пшкрт: тиβэ̆), сухой. О сохр. здор. Эпир хамăр тире, вăл типĕ тарламан чухне сăтăрса пăхсан, пирĕн пурнесем айĕнче чăмăркка япаласем те пулмаççĕ. N. Иван корнă ĕни картара типĕ олăм çинине. Альш. Вăтакас ĕлĕкех типĕ кас пулна вăл, теççĕ (его не заливало водою). Янгильд. Ортемей куçран çĕтрĕ. Онччен те полмин эпĕ типĕ çырмана кĕрсе ӳкрĕм. || Страдающий от недостатка в пище. N. Юрварсăр ан пурăнăр, пĕр сысна илсе пус, типĕ ан пурăнăр. Чертаг. Яльчик. Типĕ порăнатпăр. || Sine feminis. N. Типех пурнатпăр. || Суша, сухое место. Ядр. † Çут-кӳлĕре шур пулă, типпе юлас сасси пур. Янш.-Норв. Типпе хăварса пул тытатпăр. ПМП. Типĕпе çӳрекенсем (путешествующие по суше). || Сухое. N. Унта вара эрнипах çумăр çурĕ, пĕр типпи те юлмарĕ. || Засуха. || Пост. ЧС. Чăнах та аслă типпĕн малтанхи эрнинче юнкун (в среду) вилчĕ. N. Ни типпи-йĕпине пĕлмесĕр (не зная ни поста, ни мясоеда), ĕçкĕ-çикĕпе ашкăнса пурăнать (пирует во всю). Регули 1206. Çак типĕ иртнĕ çĕре (к концу этого поста) килет. Ib. 1213. Вăл типпе кĕрсенех (в самом начале поста) кисеччĕ (приходил) конта. Ib. 1225. Типĕ пĕтерсен кайăпăр. В. Олг. Типĕре, в посте. Б. Олг. Çуарни пĕтеретпĕр, типпе тохатпăр. Собр. Яланах çăварни мар, типĕ те килет, теççĕ. (Послов.). СТИК. Типпе кĕрсен, по наступлении поста. Изамб. Т. Типпе кĕнĕ кун, заговенье. Ib. Типĕ тухнă кун, разговенье. Сред. Юм. Типпе кĕнĕ. Начался пост. N. Типпе кĕни (= ӳтрен тухни). N. Типпе тухсан, когда начинается (начался) пост. || Постный. Ib. Типĕ апатпа ăш выртмаçть (не наешься). КС. Пĕçермелли нимĕн те пулмарĕ те, типĕ апатах лартса ятăм. || В см. наречия. Орау. Çулла çупа пурăнать, хĕлле типĕ. || Тощий, худой. Пшкрт. В. Олг. Типĕ (çын) — тошча, тощий. || Напрасно. Начерт. 166

типĕ аçа

или тип аçа, то же, что типĕ аслати. Альш. Эй, мана каярах (меньше, чем другим) панăшăн типĕ аçа çапинччĕ кăсене çакăнта. См. уяр аçа. Ib. Типĕ аçа çапать (гром без раскатов в „уяр кун“, т. е. в ясный, ведряный день). N. Типĕ аçа çапни. Уяр кунах пулать. Кăнтăрла иртсе каç енне сулăнсан, тӳлек кун, пĕр пĕлĕт çук çĕртех, малтан çӳлтен çатăртатрĕ те, чăнкă çырма тĕлĕнче çатлаттарса çапрĕ. Пĕтĕм çырма тăрăх шарр! сасă кайрĕ. Нюш-к. Улмана вăта çĕрхи спассăр ан çи, тип аçа çапĕ, теççĕ. (Поверье).

тип çĕрти

назв. духа, „сухопутный чорт“. Альш. Тип çĕрти шывринчен те усалтарах (зловреднее водяного), теççĕ. Усал ертсе кайнă, теççĕ, çынна, таçталла аташса кайсан. Пĕр-пĕр паллакан çын пулса курăнат, тет те, чĕнсе е йыхăрса илсе каят, тет.

типтерлĕ

любящий порядок, опрятный, аккуратный (в др. гов. тирпейлĕ). Кн. для чт. 170. Эсĕ те, вĕлле хурчĕ пек, ĕçлеме юратсан, ун пек хăна ху таса пурăнсан, ун пекех типтерлĕ пулсан... Вĕлле хурчĕ 8. Çăмартисене карас куçĕсене сиктере-сиктере (хăварса) хăш куçне икшер-виçшер, ултшар-çичшер те сапнă пулсан, вăл амăш типтерлĕ мар. Сред. Юм. Типтерлĕ çын, аккуратный человек. N. Хăш çын сыхлă, тирпейлĕ (вар. типтерлĕ) пурăнăç тăвать, çапла вăл хăй тивĕçлĕхин пĕр пайне курать. N. Типтерлĕ çынна суйлас пулать. N. Типтерлĕ хĕр. || Экономно. N. Укçана пăртак типтерлĕрех тыт. N. Япалана типтерлĕ тытакан çын.

типшĕр

(типшэ̆р), сохнуть. Чăв. ялĕ. Çуркунне, çĕр типшĕрсенех, пирĕн енчи хĕрарăмсем урама пĕр-пĕрине типтерлеме пухăнса ларма юратаççĕ. Капк. Сăнăм кайрĕ типшĕрсе. О земл. Анчах малтанхи сухана ир тухни пит аван пулсан та, çĕр типшеречченех тытăнас пулмасть. Калашн. Типшĕрме çуралнă-им пирĕн çулçăсем? Ск. и пред. чув. 107. Симĕс вăрман типшĕрет унăн хĕмĕпе хăрса. Тюрл. Çол типшĕре пуçларĕ.

тир

(тир, т’ир), вдевать, вздевать, Сред. Юм. Çак çипе йĕп куçне тирсе пар-ха. Вздень-ка мне эту нитку в иголку. N. Йĕппе çип тир. N. Хулă вĕçне паранкă тирнĕ те, тепĕр вĕçĕнчен тытса суллакаласа çӳрет? N. Кĕсем вăкăрин пуçне касаççĕ, тет те, шалçа çине тирсе шыва лартаççĕ, тет. || Нанизывать. Ст. Чек. Алă çыххи — шăрçа тирсе тунă браслет (хĕрсен); особенно качча каякан хĕрсем туй тунă вăхăтра çыхса çӳреççĕ. ЧП. Çиппе тирнĕ укçа. Ib. Аллăм тулли ал çыххи татăлат-ĕçке — тиретĕп. Ib. Çип çине тиртĕм (мерчен). Юрк. Çав тăхлан татăкне пĕр шăтăкĕнчен çиппе тирсе хай йĕрĕх пĕрми çине çакса хураççĕ. Кореньк. Халччен (= халиччен) куçлăх корманскер, куçлăхсене ик-виçшер çамки çине лартать, тет, хӳри вĕçне тирет, тет (обезьяна). Тайба-Т. † Вуниккĕн явнă ухăçăм (чит. укаçăм), çиппе тирнĕ нухратçăм. Кĕвĕсем. Шур пурçăнтан тилкепе яваççĕ, вĕçĕсене ука тиреççĕ. Ал. цв. Ахах шăрçинчен тирнĕ мăй-çыххи, || Воткнуть (у др. чик). В. Олг. Йопа (кол) тирсе. Панклеи. Улĕпе кинĕ хăнара чохне карчăк çав шăнăсане (кости) улĕсем выртас тӳшек çине йăлтах йĕрки-йĕркипе тирсе толтарнă (натыкала). || Колоть (делать укол). Шибач. Тал-пиçен тирет, йĕплĕ. Ib. Çĕçĕпе тирет. Колет (pundit) ножом. Тораево. Упине ыталаса тытсассăн, ăна мучĕшĕ уринчен тытнă та, ачине калать, тет: тир, ачам, тир, тесе калать, тет. Изамб. Т. Йĕппе пӳрнене тирсен, юн тухат. || Проткнуть (сăнăпа, копьем). Б. Олг. || О колотьи (болезнь). Б. Олг. Ой, айкă тирет! Ib. Ой, тӳртрен тирет (колотье в спине). Ib. Ой, хăлха тирекен полчĕ, аплах йошт-йошт тирсерчĕ (тирсе ячĕ). Ачач 5. Çамрăк арăма сасартăк пилĕкĕнчен темĕскер хыттăн тире-тире кайнă пек пулать. Хăй те вара сасартăках хăраса ӳкет. В. Олг. Тирекен ерет. Делается колотье. || Ковырять (лапти). Собр. Курпун сысна йĕр йĕрлет. (Çăпата тирни). Кан. Ун хуппипе çăпата хуçаççĕ, йăвăççине чĕлсе тиреççĕ. || Поддеть. Юрк. Çав аллинчи сенĕкĕпе çĕнĕ-çынни пуçĕнчи пĕркенчĕкне тирсе илсе... Поддев этою вилкою, которую он держит в руках покрывало, которым покрыта голова молодицы... || В перен. смысле. Утăм 22. Куç тирет ешĕл çулçа. || Futuere, subigere. Якейк., Янтик.

тирĕн

вдеваться. || Ткнуться (куда). Ск. и пред. чув 111. Унтан вара, аташса кайса тирĕн çырмана. Могонин. Учĕ-мĕнĕпе тирĕнсе кайнă (ткнулся). || Воткнуться, вонзиться. К.-Кушки. † Чӳрече витĕр йĕп ывăтрăм, тĕренче çине тирĕнчĕ. N. Йĕп алла тирĕнчĕ. Кĕвĕсем. Çĕр çурăлать, йĕп тухать, ура тупанне тирĕнет. ЧП. Урам тупанне тирĕнчĕ (йĕп). N. Пăтасем сирĕн урăрсене тирĕнĕç, е туратсем куçăрсене тăрăнĕç. || В перен. см. ЧП. Тăшман куçăма тирĕнчĕ. С. Дув. Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, ура тупанне тирĕнчĕ; ӳссе пĕвĕм çитмерĕ, çичĕ-ют куçма тирĕнчĕ. || Попасться на глаза, привлечь вниманне. К.-Кушки. † Ай-хай пуççăм, çамрăк пуç, ютсем куçне тирĕнчĕ. (Хĕр йĕрри). N. † Воник çола çитсессĕн, олпутсен коçне тирĕнтĕмĕр; вонçич çола çитсессĕн, хĕрсен коçне тирĕнтĕмĕр (на меня стали заглядываться девицы). || Впиваться. N. Сăвăс тирĕнсех ларать. Клещ так и впивается (в тело)! || Налегать, лезть. N. Пĕри те, тепĕри те, ăна пырса çапасшăн, ун патне тирĕнеççĕ (лезут к нему, чтобы ударить его). || В перен. см. Чăв. й. пур. З. Эрехпе пурте пулать, пĕр курка эрехшĕн таçта тирĕнсе ӳкĕç (готовы головой в омут сунуться?). Т. П. Загадки. Пĕр вакка хĕрĕх çерçи тирĕннĕ. (Яшка çини). Тим. † Кивĕ-ялсенĕн туй халăхĕ пăтă çине тирĕннĕ (накинулись на кашу). N. Суту-илӳ хушшине çылăх тирĕнет. Торговля без греха не бывает. || Наткнуться (на что), напороться. || Падать прямо, ударять. Толст. Хĕвел çӳлте, пуç тăрринче, çӳре пуçласан, çĕр çине тӳрех тирĕнсе çутата пуçласан, тĕнчере пур япала та ăшăнса хускала пуçлать. || Падать, валиться; спотыкаться. ЧС. Хăшĕ ĕссĕр, нимĕн тăва та пĕлмеççĕ. Ăста кирлĕ унтă тирĕне-тирĕне каяççĕ. Б. Яныши. Эпир часăрах каялла çавăрăнтăмăр та, урасне хул çине çавăрса хурса улича карти патнелле уя тухса тарас тесе тирне-тирне вĕçтере (т. е. во весь дух) партăмăр. Б. Яныши. Ачасем макăра-макăра, тирне-тирне тараççĕ. Сĕт-к. Тирĕнсе кай, повалиться вперед. Чураль-к. † Тирне-тирне ан макăр, тирĕнсе вилен, Потаçăм. См. Потаçăм.

тирек

(тирэк), осокорь (назв, дерева). Баран. 91. Тирексем, юманçем, çăкасем... ӳссе лараççĕ. ЩС. Тирек, осокорь. || Тополь. Череп., Н. Седяк. N. Урмак-Маки купа ăшĕнчен епле те пулса тухат та, аякка кайса: мĕн пулĕ, тесе, пĕр çӳлĕ тирек çине улăхса ларат. СПВВ. ПВ. Тирек или тар-йывăççи, тополь. Тим. † Çул хĕрринчи тирексем туратланса лараççĕ. Хурамал. † Çӳлĕ тусем çинче тирек çук. Альш. † Шурă Атăл хĕрринче шурă тирек: суйла-суйла касмашкăи хушаççĕ. Макс. Чăв. К. I, 71. Алăк умĕнче тирек пур, утсем кăкарма турат пур. Тайба-Т. † Атăл урлă каçма перевус çук (у курм. чув.— каçă çок); каçсан (когда переедешь), ниçта ларма тирек çук.

тиреклĕх

место, где много осокорей или тополей; осокорник. † Алăкăр умĕ тиреклĕх, пĕр ут кăкарма тивĕçлĕ (следует).

тирке

(тиргэ, т’ирг’э), браковать, брезговать. СПВВ. Тиркес, тиркешлес. Изамб. Т. Кĕрĕве тумлантарнă чухне ялан кĕрӳ япалисене тиркеççĕ. Ун чухне час-часах вăрçă хускалать. (Свадьба). Ib. Кĕрӳ кĕпи тăхăнтарсан, кĕпине тирке пуçларĕç: хĕршĕн тăхăрвун тенкĕ тӳлерĕмĕр. Эпир кĕрӳ валли кун пек кĕпе калаçманччĕ, терĕç. Орау. Тиркесе туса тăрать тата, пăх кирлĕ-им ăна тата. Еще брезгует (бракует). Какого еще ему чорта надо? Моркар. Тиркес = айăп топас, браковать. Чăв. к. Хура шăрçа çип тиркет, хăй хурине хăй пĕлмест. Торп-к. † Салтак, тесе, ан тиркĕр, салтак ячĕ йăвăр ят. N. † Тиркеймерĕм мăяна, каяймарăм савния. Сборн. по мед. Пысăкраххисем чĕлĕм туртма та тиркемеççĕ (не брезгуют и куревом, т. е. курят?). N. Çурт тăвакансем тиркесе пăрахнă чул, камень, забракованный каменьщиками. КС. Паян ăна темиçе хĕр те кăтартрăм, пурне те тиркет (все они ему не нравятся). Кан. Начар сывлăхлисене комиççи пит тиркет. ТХКА 54. Сирĕн вăрман çĕрĕнчи ялсене ытла тиркемелле мар та. || Воздерживаться; соблюдать (посты, праздники). N. Праçник-куна ĕç тиркес; хăй ят кунне тиркеççĕ, вăрлăх кăларма эрнекуна тиркеççĕ. Типĕ тытас тĕлĕшĕнчен те: сĕт-турăх тиркеп, теççĕ. В. Олг. Çĕн ойăхăн тиркетпĕр пер (= эпир) пӳртлĕх йӳç касма, карта тума, çăнăх артма (= авăртма). Собр. Çимĕк (scr. çимек) иртсен, пĕр виç-тăватă эрне çинче тиркеççĕ: тиркемесессĕн, пĕр-пĕр айăп пулать, теççĕ. Ягудар. Тип тиркемеçт (не соблюдает). Тип тиркет, Ib. Сĕт ярса парас-и? Тиркетне? — Тиркеп. Шибач. Тип тиркеместпĕр. СТИК. Эсир типĕ тытатра? — Çук, тиркемен! Хир-б. Эпĕ тата: типĕсене тиркетни? терĕм. — Мĕскерле типĕ? Эсĕ мана типĕ пурăнма хушатни? Ахаль те типĕ, ĕне çук. Ĕнесĕр пурăнма калатни? терĕ мана хирĕç. || Быть разборчивым в пище. Букв. Тиркекене тиркĕ тĕпĕ (поддонки, остатки) çакланнă (вар. тивнĕ), теççĕ. Сред. Юм. Тиркекене тирĕк тĕпĕ лекнĕ, тет. Кто брезглив, тому достается (попадает) худшее. || Соблюдать (диэту). N. Чирлĕ çынна апат тиркеме, мĕн çиме юранине çеç çиме хушаççĕ (велят есть с разбором). СТИК. Мана хвершшăл (фельдшер) çиме тиркеме хушрĕ: атту чĕрĕлеймĕн (не выздоровеешь), тет. || Разбираться (в чем). Кан. Ирнĕ-каçне тиркемесĕрех, сăмакун юхтарать. О сохр. здор. Ыраш тасипе таса маррине пĕртте тиркемест. || Разбирать, относиться разборчиво. N. Кунне пит тиркеççĕ: благовещение (çуна пăрахнă кун, йăвăр кун теççĕ, самый тяжелый день: в этот день будто и птица не роняет перьев) кунĕ ан пултăр, ытларикун ан пултăр. БАБ. Мĕн хыççăн мĕн тумаллине тиркемеççĕ (не разбирают, что делать раньше и что после): хăшĕ малтан аса килет, çавна тăваççĕ. ЧП. Йĕтĕн çиппи хĕç тиркет. N. † Симĕс пиçихи пилĕк хĕсет, мерчеи шăрçа çип тиркет. Кан. Тутар-и, ирçе-и — никама та тиркеместпĕр. N. Ака-суха çинче утсем пит ӳркенсен, телей пулмасан, малтан тухнă çынна тиркеççĕ. || Отвергать, пе принимать. N. Пирĕн парнемĕре ан тирке. НАК. Хăш чухне пĕр çын сапнипе силленмест те (жертвенное животное), çавăнпа: çын тиркет пулĕ, тесе, урăхне саптараççĕ (заставляют плеснуть на него другого человека). N. Эпĕ çыра пĕлмен çырăва тиркесе ан кӳренсем. || Критиковать, цензуровать. N. Кĕнекесем тиркекен ку сăмаха тиркемен (не забраковал). Суждение. Пĕр çыннăнне (только чужое) анчах курать, çыннăн лайăх маррине (нехорошие стороны) анчах тиркет. || Разбирать. N. Тиркĕсем, куркасем, хурансем, тенкелсем çунине-çуманнине пит тиркеççĕ вĕсем. N. Пирĕн конта 40 çола çитнисене тиркерĕç (проверяли, разбирали). || Задерживать. N. Хутсăр çынна тиркеççĕ (задерживают беспаспортных). N. Ни билет тавраш, ни кам мĕншĕн ăçта пурăнать, тесе, тиркес-тăвас çук. (Обьявление). || Расследовать, разузнать. Возм. Тиркес — ыйтса пĕлес, разузнать (какое-нибудь дело). Хорачка. Онта анатра порнаканьăсам торпас корса хăпараччă туалла, вăл Сăлттан патня çитеччĕ те, тиркеччĕ (чит. твргэччэ̆); Сăлттантан итеччĕ (єдэччэ̆): эс перĕн çĕр çинче ме кисе, конта порнатăн? Эс конти çын мар. N. Тем, пит аплах мар пек те?... — Тата ăна-кăна тиркесе пахса тăтăн. Не знаю, ровно бы (как будто) и не совсем так?... — (Ты) еще вздумал (меня) разбирать (браковать, брезговать и т. п.). || Проверять, наблюдать, следить. || Осуждать, судить. N. Çынна тиркесе калаçин пулман мар ĕнтĕ пирĕн. || Стесняться. N. Ăшра çапах вĕсенĕн çилли килет; май килнĕ чух хирĕç калама, е алла ӳкерме тиркесе тăмаççĕ.

тиркев

разборчивость, разбор. ПТТ. Витĕрин (ведро) пĕчĕкки-пысăкки тиркев çук (все равно: маленькое или большое), анчах çав хĕр витре шучĕ пултăр. Мĕнле пуçлани тиркев çук, ахаль хай, пĕр (раз) çавăнтан пуçлама вĕреннĕ те, тек (всĕ, всегда) çапла пуçлаççĕ. (Сĕрен). Янш.-Норв. Пимулла старик пăттине валеçсе пĕтерсен, вĕсем ăна унтах çимеççĕ, киле илсе тавăрăнаççĕ те, кил-йышĕпе ларса çиеççĕ. Шӳрпине тиркев çук, çавăнтах антарса: çырлахтăр ĕнтĕ, тесе, ларса çиеççĕ. || Каприз.

тиркешле

разбирать, критиковать. ЧП. ТХКА 117. Пĕр-пĕрин сăмахне тиркешлес мар, текенсем те пур.

тиркештер

браковать. N. Ниçта та килĕштерсе пурăнайман, тиркештере-тиркештере пĕр вырăнтан тек тепĕр вырăна куçса çӳренĕ. Сред. Юм. Кăçта япала сôтса юраттаран ôна, пит тиркештерсе илет вит ôлă. Ib. Тиркештерет, тесе, çын тунине: ун пик мар тăватăн, тенине калаççĕ. N. Вăл янăшнă пулсассăн ăна тиркештерме пĕлĕр.

тиркĕ

(тиргэ̆), блюдо; миска. СТИК. Тиркĕ — ăшăк (неглубокая) йывăç чашкă. Ib. Тиркекене тиркĕ тĕпĕ тивнĕ, теççĕ. Богдашк. Тислĕк çинчи кăмпасем тиркĕ пулса лараççĕ (описка вм. тирки? см. это сл.); вăйя тухман хĕрĕсем карчăк пулса лараççĕ. N. Пĕр вакăра хĕрĕх çерçи. (Тиркĕри салма). Ст. Чек. Ай, чашки, ай, тиркĕ. Ау 340. † Тирки-тирки вир пăтти, çусăр çисе пулас çук.

тиркĕ мунчали

мочалка для мытья посуды. Рак. Пĕр пӳртре пĕр пăчăр. (Тиркĕ мунчали).

тирпей

(тирбэj, т’ирбэj), порядок, благоустройство. СТИК. Ман карташĕнче пĕр тирпей те çук. У меня нет во дворе никакого порядка. Альш. † Вак касрăм та, шыв ĕçрĕм, шыв тирпейне пĕлмерĕм; каччă пултăм, авлантăм, арăм тирпеqне пĕлмерĕм (не умел обращаться). Т. Григорьева. † Хăмăш касса пӳрт турăм, пӳрт тирпейне пĕлмерĕм. Ир. Сывл. 25. Ĕçхалăх вăй-халĕ... кунта вут пулса тирпей шăранать. N. Кил-çурт тирпейĕ тума тытăнать. Начинает приводить дом в порядок? || Экономия.

тирпейле

(-л’э), приводить в порядок. N. Эсĕ пире çаксене тирпейлеме пулăш. Урмай. Çав карчăк кĕнĕ пӳртре темĕн чухлĕ сĕтсем куршаксемпе, чĕрессемпе лараççĕ, тет, анчах тирпейлемелле (прибрать?), тет, çак сĕтсене. Менча Ч. Пĕр-пĕр ĕçсĕр пушă кун ирхине ирех тăраççĕ те, кил-йышсем пӳрт ăшчиккине тирпейле пуçлаççĕ. N. Шăматкун ирех вара юпана тирпейлеме тытăнаççĕ. || Обряжать, хоронить? ЧС. Пирĕн енче çын вилсен, вырăсла тирпейлеççĕ. N. Унтан, ăна тирпейлесе пĕтерсен, лашасене кӳлеççĕ те, пит хытă кустарса тавăрăнаççĕ. || Состряпать. || Свежевать. Шихаз. Унтан вара пăрăва тирпейлесе, пăрăва пĕçере пуçларĕç. N. Çапла пилĕкмĕш выльăхне те пусса тирпейлесе пĕтереççĕ. Ставр. Ĕнине (упомянутую корову) пусса тирпейлесен, яшкасем, пăтăсем пĕçере пуçлаççĕ. N. Унтан вара вăкăр ашне тирпейлесе антараççĕ те, пĕтĕм чашкă çине (на все чашки) пĕтĕмпех пĕр пек ашĕсене валеçеççĕ. || Прибрать, сплавить (куда). Кан. Чиперех (или: аранах) тирпейлерĕ. Ib. Шкул пурлăхне тирпейлерĕç. || Убить, зарезать. КС. Кĕçĕр пĕр сурăха кашкăр тирпейлесе хунă (прибрал, т. е. зарезал). Якейк. Кĕçĕр ăна тирпейлесе хорĕç. Нынче вечером его убьют.

тирпейлĕ

(тирбэjлэ̆), аккуратный, любяший порядок. Приличный (во всех отношениях). Ст. Чек. Тирпейлĕ ача. || В см. наречия. Ст. Чек. Вăл хăне хăй тирпейлĕ тытат, унăн тумтирĕ тирпейлĕ. Ходар. Шатрана (оспу) вĕсем пит тирпейлĕ пăхаççĕ. Шатрапа выртакана пĕр çын анчах пăхать, унта тĕрлĕ çын пырса çавăрăнкаласа çӳремеçт (не всякий ухаживает за больным оспою). Кан. Шакирăв завхоз 134 качака тирне питĕ тирпейлĕ тиесе тухса кайнă çав урапа çинех. ТХКА 89. Эпĕ япалана тирпейлĕ тытап та, тумтире те эпĕ тасарах тумланатăп. N. Ну вара хăй пит тирпейлĕ вилчĕ. Ни вар-витти тухмарĕ; тула тухма та çын çавăтса тухман пĕре те. || Экономный. N. Вăл пит тирпейлĕ (экономен): ăнланмасан, кун пек кĕнекешĕн укçа ямĕччĕ. ГТТ. Пурте: вăл питĕ тирпейлĕ, салатмас (не расточает), теççĕ.

тирпеле

то же, что тирпейле. Учите детей. Пилĕк-улт çула çитсен, ачасем хăйсене хăйсем тирпелеччĕр: урисене хăйсем сырса, хăйсем салтчăр (пусть обуваются и разуваются сами). || Обряжать (покойника). ЧС. Тупăк туса пĕтерсен, асаттене тупăк ăшне тирпелесе хучĕç. || Хоронить. ЧС. Асаттене тирпелесе (похоронив) килчĕç ĕнтĕ. || Свежевать. N. Ытти çынсем тьыхана, часрах тирпелесе, хурана ячĕç. || Убить, умертвить. Якейк. Эп паян пĕр чĕпĕ тирпелерĕм (= вĕлертĕм, нечаянно). М.-Етмен. Тирпеле, уничтожить, умертвить. Якейк. Етменти Йăвана пасар çырминче кĕçĕр тирпеленĕ (во время драки). Ib. Эп сана пуç-урупах тирпелĕп! Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 16. Аллине лекнĕ парнене (добычу) тирпеленĕ чух, малтан сăннипе сăхса суран тăвать, унтан суран çине пĕр тумлам эмел (так!) тумланать.

тискер

(тискэр, т’иск’эр), дикий, хищный. Пшкрт. Тискер çын. N. Тискер чуллă, этем çӳрейми вырăнта. || Мрачный (-но). N. Вăл кӳл пит тарăн, хура, тискер выртать. || Неприветливый, неопрятный, противный. Хорачка. Тискер çын — хытă халаплă (коштан). N. Пăхма та тискер. || Безобразный. Альш. Çуртсем вăл касра никамăн та начарах мар, тискер мар. || Страшный, ужасный. Полтава 62. Тискер вилĕм вăхăтсăр ыталаса илнĕ чух. Каша. † Тантăшсене курман кун, çавă пулĕ тискер кун. Изамб. Т. Эп çĕрле тискер япала (страшную вещь) куртăм. N. Тискер вăрçă (ужасная война). || Неприятный. N. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, тискер киле хĕр патăр (в неприятный дом)! || Опасный. N. Тискер вырăнсене, лачакасене, шăтăксене иле-иле кайнă. N. Тискер çумăр, пăр çапса каймасан, тырри кăçал лайăх пулать. Н. Шинкусы. Хаяр çил-тăвăлсенчен, тискер пăрлă çумăрсенчен хăратпăр мар-и. || Ужасно, страшно. Сборн. по мед. Унта вăл чир тискертерипе тискер (прямо ужасно) çӳрет. Полтава 72. Вичкĕн пуртă ыран ир тискер ӳкĕ пуç çине. || Дико. Букв. 1904. Пӳртре пĕччен ларма тискер пек туйăнчĕ. Ашшĕ-амăшне. Çав вăхăтра Кĕркури, куçĕсене уçса ярса, йĕри-тавра тискер кăна (дико?) çавăрăнса пăхнă (оглянудся вокруг). || В см. им. существ. Нюш-к. Пĕр уратак çинче хĕрĕх тискер ларать? (Загадка, отгадка которой неизв.).

тискерлен

делаться диким, дичать. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Çакна майлах Çелантийĕн хăш вырăнĕсене килти сыснасем тискерленсе йышлăланнă. || Сделаться страшным. Шел. II. 13. Тискерленчĕ çут тĕнче. Сред. Юм. Çак чиртен тăрсан (после этой болезни), тискерленсе кайнă ô. N. Çыннăн ĕлĕк илемлĕ сăнĕ халĕ тискерленсе кайнă. ЧС. Сасартăк кăнтăрла енчен çил вĕре пуçларĕ те, ун хыççăнах çумăр пĕлĕчĕ тухрĕ, çанталăк темле тискерленсе çитрĕ. || Делаться злым. КС. Ма эсĕ пит тискерленсе çӳретĕн? N. Тырă пулнă çул халăх тем тискерленсе çитет, пĕр-пĕрин çине пăхмасть. Çĕнтерчĕ 59. Турăш кĕтессине тискерленсе пăхса. || Взбеситься. N. Сулă (плот) çинче унăн лашисем тискерленсе кайса, хăй çине сике пуçланă.

тишкер

(т’ишкэр), признавать, узнавать, разбирать. См. тискер. Слеп. Эп сана тишкеретĕп. Я тебя признаю (т. е. узнаю, agnosco). || Понимать; знать толк в чём. Орау. Эй-эй-эй, çав сăмаха та тишкерсе илейместĕн! Ib. Вăл Якку суту-илӳ таврашне пит тишкерет. || Немножко знать. Шорк. Эсĕ вулама (читать) пĕлетĕн-и? — Кăштах тишкеретĕп (разбираю). Ib. Эсĕ мана палларăн-и? — Кăштах тишкеретĕп те, лайăхах астуса илейместĕп. || Наблюдать. Чăв. й .пур. 37. Ăна Çимун тишкерех тăнă (наблюдал за этим). || Определять причину болезни СПВВ. НИ. Пĕр-пĕр ача-пăча чирлесен пуçне тытса, е алă тымарне (т. е. пульс) тытса, мĕнтен чирленине пĕлни. || Контролировать. Чув. календ. 1920. Вăсем (ревизионная комиссия) вăхăчĕ-вăхăчĕпе лавккари ĕçе тишкереççĕ. П. Патт. 14. Çилленнĕ çын вĕсем çине тишкерсе пăхрĕ. || Подсматривать, шпионить? N. Вăрçăра ют халăх çынне тишкерсе çӳренĕ пек, яланах усал тăвасшан сăлтăк шыраса çӳрет вăл. || Исследовать, расследовать.

тишмĕш

суеверие, поверье (срв. араб. тӓшwiш). См. тĕшмĕш. Ядр.-к. (Чеб. р.). Çавăн карчăкĕ пит тишмĕшпе хăтланать (= тишмĕшленет). Альш. Йăлисем, тишмĕшĕсем нумайĕшин пĕр (одни и те же). || Мнительный, суеверный, Тишмĕшлен, не доверять; быть мнительным, суеверным. Альш. Тишмĕшленес — апла тумалла мар, капла тумалла тени. Туйри хĕрĕнчен малтан каччине каймалла мар, теççĕ. Çавăн пек тиркешнисене тишмĕш тиркекен теççĕ. || Сердиться. Б. Олг. Тишмĕшленет — çиленет. || Узнавать. Б. Олг. Эп сана пăрластăк тишмĕшленетĕп (немного узнаю), хăнча та полин корса.

тия

(т’иjа), то же, что тие. Орау. Çтан тиярăр уммана(картофель)? Пурачкавран (у др. Пăрачкавран) тиярăмăр. N. Шăматкун хунĕмпе ани килте пулсан та, вăл пĕтĕм япалине кăларнă та, ăна аслă кин улăм тиямалла леçсе хăварнă. Улăм Микка арăмĕ патне кӳртнĕ. Шибач. Ашшĕ каларĕ: ма, тет, вотă тиямарăр (не привезли)? тет. Сунар. Пĕре Семен вăрмана вутă тияма (= за дровами) каяс тесе шухăшланă. N. Лаша йăвăр тияса пăсăлчĕ. Лошадь надорвалась от тяжелой возки. Шел. 138. Пĕр пĕчĕк çын лашапа вут тиянă ăлавпа пĕр-пĕчченех улăхать. || Взвалить вину или содействовать полному обвинению. N. Ун çине лайăхрах тиясчĕ. Надо его как следует „всадить“ (на суде: сделать так, чтобы его обвинили). Ib. Якур çине лайăх тияса хăварчĕç. Абаш. Тияс (= тияса) кил (привести на возу: кĕлте, паранкă, утă). [В гов. с. Богатырева это сл., повидимому, произн. тэja, т. е. с совершенно твердым т и следующим э].

тиян

то же, что тиен. Микушк. Хĕр туйне тунă чух кӳмене пар лаша кӳлеççĕ, унта хĕрсем нумайăн тиянаççĕ (т. е. садятся). Орау. Пĕр урапа çине улттăн-çиччĕн тияннă — кĕсри епле туртать-ши?

ту

(ту), гора; возвышение, холм. N. Тусем çинче юр выртать. Хурамал. Ту çийĕ, ту çамки, ту пичĕ, ту арки. Чотай. † Ай ту, ай ту, ай ту çинче ал-армань; çил ту, çил ту, çил ту çинче çил-армань. Сĕт-к. Чоллă ту айккинче, на скате каменной грры. || Гора для катанья. Тойси Б. Ярăнаççĕ ту çинчен. || Верховье. Панклеи. Выртсан-выртсан, тура пĕр сасă, анатра тепĕр сасă илтет (слышит голос). Регули 1486. Ялтан тура та, анатра та кимĕсем тăраççĕ. Шемшер. † Туран анать шур парохот. || Высокая часть селения. N. Валтанхи ача хырăмра чох, эпĕр туран куçса анса лартăмăр. || Запад. Козм. Туран, с запада. Янтик. † Анатран хĕвел тухать-çке, тăва кайса ларать-çке. ПВЧ 99. Кваккăн-кваккăн пĕлт хăпарать, ту енелле солăнать. || В удвоении означает — гористый. Турх. Сиввĕн-сиввĕн çил вĕрет, çырма шыва сивĕтнĕ. [„Çырма-шыв“ означает ширину, количество; ту-ту (вырăн), гористый, лап-лап низменный]. || Верхняя часть (селения). Ачач З9. Саньккасем Тимушсем пурнакан урам тăваткалĕн ту енче, сылтăм кĕтессинче пурăнаççĕ.

ту ярăн

кататься с горы. Череп. Чакăлтăмра пĕр ачанăн, ту ярăннă чух ӳксе, пуçĕ татăлнă, тет. Синерь. Кăвак така ту ярăнĕ. (Сӳс шăртлани). Трхбл. Кăвак така ту ярăнат. (Хăйă чĕлни). Собр. Тимĕр така ту ярăвать. (Кусар).

ту

делать, сделать. См. тăв. Регули 1439. Паян те тăвас, те тăвас мар. ГТТ. Хăйне хай нимĕн тăваймас. КС. Эпир иксĕмĕр тем те тăвăттамăрччĕ-çке те. Еще бы, мы с тобой чего бы не сделали. Кан. Конюхне кӳлтерсе лаша çине лармасăр хăй ĕçĕпе те вăл çĕр утăм тумасть. N. Ун пек çынсем, хам тӳрĕ пулсан та: туса паман-и? пулăшман-и? теççĕ. N. Мана мухтамалла турĕç. Вишн. 72. Çав шыв çулĕ пĕр-пĕр çырмаран, е туран юхса тухĕччĕ, анчах эпир пусă алтса унăн çулне татса, шывне алтнă пусă ăшне пухăнакан тăватпăр. Кан. 3840 кублă метр туса пĕтермен япала (полуфабрикат). Регули 1049. Эп она поян турăм, вăл поян полчĕ. Чăв. й. пур. 26°. Вăл каланă: мĕн тăваççĕ манпа? тенĕ. Вишн. 68. Çапла ĕнтĕ пирĕн кунсерен хамăр ăша е сакăр, е вунă кĕрепенке шыв кӳртмелле. Апла тумасан, пирĕн ӳт туртăнса каять. N. Кĕлеткенне куçне лайăх туман. Глаза у портрета не вышли. Сред. Юм. Ырлăх туни шырлăх туниех мар-ха ô. Если добро сделал — это не то, что худо сделал. Изванк. Мĕн тăвас? Нимĕн тума та çук, хайхи Микул карчăкне (йомзе) пуççапас пулчĕ (пришлось ее просить). N. Мĕн тăва пĕлес манăн? В. С. Разум. КЧП. Ма ута каç яратăр, çухалсан мĕн тăвăр-ха вара (что будете делать)? Регули 49. Хам тумаллине сана патăм. N. Конта мĕн туса тăратăн. || Работать, делать, производить. Орау. Эпĕ аттене сакăр çул кăмака çинче вырттартăм. Кăмака çинче выртнă çĕрте: туни ман, туманни сирĕн, тетчĕ. Регули 580. Тусан порте пулать. Ib. 1258. Ашшĕ пек тумасть, япалана ялан орăх тĕслĕ тăвать. Ib. 670. Çак çын, çакне тăваканĕ вилсе; çакна тăвакан çын вилсе. Ib. 217. Сирĕн тăвакан пор. Ib. 328. Çав çын конта корăнмасть, çак япалана тăваканĕ. Ib. 829. Эп пĕлетĕп çав çынна, çак япалана тăвакан çынна эп пĕлетĕп. Ib. З2. Тумалла пулсан килĕ вăл. Ib. 52. Ĕç тумаллинчен окçа исе поли? Ib. 1503. Эп сана çĕмĕрме (çемĕрмешкĕн) туса патăм-и? Ib. 341. Кăна эп туса. Ib. 1543. Эп тусаттăмччĕ те, йорал полмарĕ. СТИК. Туса-туса, авантарах ту. Раз принялся, сделай как следует. || Альш. † Пятам-пянам килне хăна пулăр: тунă хурçă пулмин те, çăкăрĕ пур. Ib. † Кĕтнĕ хăни эпир-мĕн! пиçнĕ яшки пире-мĕн! тунă хурçи сире-мĕн! || Строить. Юрк. Пурăнма çурт туса хурат. Ib. Çĕнĕ çурт туса пама та шухăшлат. Ib. Чул çуртсем тума пĕлнĕ (умели). Ib. Ялсем, хуласем туса (aedificando). || Выращивать. Ашшĕ-амăшне. Вăл темĕн чухлĕ çĕр тара илсе тырă акса, тĕрлĕ пахча çимĕçĕсем туса пурăннă. О сохр. здор. Халĕ кирек ăçта кайсан та, купăста пит тăваççĕ. Альш. Темĕн чухлĕ хăяр туса, темĕн чухлĕ хăяр сутнă. || Выделывать. Сред. Юм. Покан орине çавăрса тунă (о точеных ножках стула). Чем люди живы. Туман тиртен пулсан та, кĕрĕк — кĕрĕкех. || Мочь, быть в состоянни. Регули 701. Тумалла çын вăл; вăл кона тумалла. Ib. 35. Тумалли çынĕ пур унта. Ib. Кона тумалли çын кайса. Ib. 689. Тăвасси çын çавă. || Трогать, задевать. N. Мĕн тăватăн эс унпа? Что ты там трогаешь? || Творить, создавать. К.-Кушки. Эпĕ вĕçен-кайăк (хут çĕлен) тăвап та, çӳлелле вĕçтерсе ярап. Я устрою птицу (бумажный змей) и пущу ее по воздуху. Юрк. Туса пĕтерсен: епле пур япалине те аван турăм-ши, тесе, шухăшласа пăхкала пуçланă. || Сшить, связать. Янш.-Норв. Кăçал хăй валли виçĕ кĕпе, арçын кĕпи виççĕ, тата хĕрлĕ йĕм иккĕ турĕ (сшила). Дик. леб 43. Вăл çипрен çиелтен тăхăнмалли вăрăм çанăлă вунпĕр кĕпе çыхса ту. || Обрабатывать, производить. В. Олг. Онăн çĕр пор: тырă туат, вутă туат. || Скосить и убрать (сено). N. Утă турăр-а? N. Утă мĕл(л)е турăн? Как ты убрал сено? Календ. Тепĕр çулне çулчĕç, тет те, темĕн чухлĕ утă турĕç, тет. || Сбивать (масло). Урмаево. Хăш куршак сĕтне чăкăт турĕ, тет, хăш куршак сĕтне услам çу турĕ. || Устраивать. К.-Кушки. Пирĕн апата кунта çимелле тумалла. Нам надо устроить так, чтобы обедать здесь. Альш. Ваттисем хăнана кайсан, килте çамрăксем уллах тăваççĕ. Юрк. Пус та туса памарĕ! И колодца не устроил (не нанял вырыть). N. Аннене аван пурăнмалла тăвăр, вăл пире ӳстерчĕ аван. N. Ука тăвăр (складчина?). Нижар. Çак хăтан ĕçкине, такçан та туман ĕçке, килсе курас терĕмĕр. || Совершать. N. Кĕл-туса çӳреççи вĕсем? — йăли анчах. || Составлять. N. Тата сире чăвашла словар тунă теççĕ. Çав словаре, тата ытти хăвăр тунă кĕнекесене мана ярсан, эпĕ уншăн калама çук савăнăттăмччĕ. || Производить. N. Унтан провăд сыпнă тĕлсене изоляци туса тухрĕç. || Варить (пиво и пр.). N. Сăра турăмăр, ака яшки тăватпăр. || Гнать (самогонку). N. Кăмăшка тунă. || Печь, приготовлять. N. Çимĕк иртсенех вырăс эрни кунĕ ирхине теçетниксем кашни килĕрен: ӳчӳк пашалăвĕ тăвăр! тесе, хăваласа çӳреççĕ. || Родить. ГТТ. Ача тăваймасăр вилекен те пур (случается, что и умирают). Буин. Ача туман арăм (чирпе пăсăлнă арăм) хурланать. Упăшки пит пăшăрханать. N. Тата йинке ача турĕ. N. Ача тума тытăннă. У нее приблизились роды. Ст. Чек. Хĕр туни, ывăл туни? || О животных: отелиться, ожеребиться и пр. Скотолеч. 28. Ĕне темĕн чухлĕ лайăх пулсан та, пĕтĕ чухне начар çитерсен, тĕреклĕ пăру тăваймĕ. Чаду-к. Сысна тăвать вуникĕ çура, сутатăп, укçипе пĕр кĕсре илетĕп, вăл кĕсре кашнă çул тьыха тăвать. НТЧ. Çакă ĕнене сĕтлĕ-çуллă ту, кашни çул пăру тумалăхне пар. (Моленье ĕне ырри). || Приносить плод. Баран. 102. Çапла (например), шĕшкĕ çулсерен чечеке ларса темиçе çулччен мăйăр туса тăрăть (приносит орехи). ПВЧ 123. Укушка умĕнчи улмаççи, улма тумасть-мĕн усси? N. Картара омлаççисем омла туса-и, туман-и? Якейк. † Ати карти пилешлĕх, пилеш туман торат çок. Ib. † Ати карти — сат карти, оммине тумаçть — мĕн осси? Шинар-п. Вăрманта çулла шĕшкĕсем мыйăр тăваççĕ, тата юмансем йĕкел тăваççĕ. В. Олг. Омла ту (о яблоке), тьыха ту, пăру ту, потяк ту и т. д. || О новом месяце. N. Çĕнĕ уйăх тунă. Нюш-к. Пирĕн уйăх туни виç кун çитрĕ, уйăх туни ик эрне ĕнтĕ, уйăх тусан çăмăр çăвмалла, теççĕ. || Coire cum fem. Буин. и др. || Совершить что-либо. Тораево. Карчăк тухнă, тет те, хăвалама (преследовать) тапратнă, тет; курчĕ, тет те, кăшкăрма тапратăрĕ, тет: турăн мана, çука юлмала турăн пĕтертĕн (погубила ты меня?) тесе кăшкăрат, тет. || Справлять, праздновать. Юрк. Атьăр халĕ паян, аслă уяв туса, пĕрер курка ĕçсе пăхар, тесе чĕнет. N. Сорхори контах турăмăр. N. Эпĕ килтех çăварни турăм. ЧС. Пирĕн таврара сĕрене мункун икĕ кун тусассăн виççĕмĕш кунĕнче, кăнтăрла иртсен, каяççĕ те, тепĕр ирччен çаплах çӳреççĕ. Абаш. Ачасене çимĕк тума (çăварни, сорхори тума) яраççĕ. || Почитать. N. Аттене атте тăвас, хунчăкама хунчăка тăвас. Лайăхрах пăхса ярас. || Приносить в жертву. N. Сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. || Наговорить, заговорить. Альш. Çын туса панинчен вĕрес. N. Тухатмăш тума пĕлекен çын курайман çынна час-часах пĕтерсе хурать. Май килсен е хăйне, е лашине, тата ытти япаласене те туса парат. Кан. Ну, карчăк, ан куллян! Куç турăмăр! тесе çухăрса ятăм. || Совершать обряд. N. Пирĕн ялта кашни çул чӳк тăватчĕç (совершали „чӳк“). || Уговаривать. Ала 2. Çапла туса-туса çӳреме вĕрентсе пулĕ-и, тесе, ĕмĕтленетĕп (надеюсь, но не знаю, удастся ли). || Выдвигать. Альш. Çынна мĕн тăвин — чĕлхе тăват. Главное для человека — уменье говорить. || Выставлять, выхвалять. Альш. Ялан та хăйсенне авантарах туса калаçаççĕ (выставляют с хорошей стороны). || Приставлять (к чему). Янтик. Хăлхине çтена çумне турĕ те, тем илтелерĕ. || Превратить, привести. Орау. Эпĕ ăна питне-куçне чĕп-чĕрĕ юн тăвăп.— Турăн, вилним вăл, сана чĕп-чĕр юн пуличченех хĕнеттерме, ай кăшкăрма çăварĕ çук-и? ТХКА 94. Тытса чарми лашине çапса утми турăмăр. Регули 1056. Шорăран хора полчĕ, пусăкран пĕчĕккĕ турăм. Ала 12. Эпĕ сана хĕпĕртемĕлле тăвăп, а лешне, асту, хурланмалла тăвăп. || Повернуть (к чему). Емелкке-Т. Хăлхăна ман енне туса тăр. Стой ко мне ухом. Ib. Питне ман енне ту. Повернись лицом ко мне. Ib. Çурăмна ман енне ту. Çĕнтерчĕ. Çурăмне кантăк патнелле туса сĕтел хушшине чăлха çыхма кĕрсе ларать. ТХКА 49. Ачасем, ак çапла. Кашкăрсем тапăнсан, виçсĕмĕр те пĕрле, çурăма, ĕнсене пĕр-пĕрин енелле туса тăмалла. Кашкăрсем пире хыçалтан, ĕнсерен ярса илсе туламалла ан пултăр. || Уложить. N. Пырсассăн, пурттине е кусарне юхакан шыв çине çивĕччине çырма пуçнелле туса пăрахаççĕ. || Наладить, устроить. N. Вĕсене куçнă чух пулăшас пулать, вĕсем хăйсем вăйĕпе анчах пурăнăç тăваймĕç! Кан. Мĕнле те пулин пирĕн пата та кино уйăхра пĕрре çитсе тăракан тăвасчĕ. || Изменить что-либо. N. Килнисене кӳрт, нимĕн те тума памăпăр вĕсене, тенĕ. || Решить, принять решение, присудить. В. С. Разум. КЧП. Шемекке (Шемяка) чула курать те: укçа пулĕ, тесе, хĕпĕртет. Çавăнпа Шемекке чухăн енелле тăвать, утне чухăна парать, хӳри ӳссе çитиччен; курпуна кĕпер çинчен чухăн çине сикмелле тăвать. К.-Кушки. Хулана кайма турĕç. Решили итти в город. Альш. Канаш туса хатĕрленеççĕ. Юрк. Пама тумаççĕ. Не решаются выдать (замуж). Ib. Апла пулсан, сирĕн сăмахра итлесе, унта кĕме (поступить) тăвам. Ib. Ĕлĕк тепĕрне илесшĕнччĕ; вăл пымарĕ, тепĕр çынна качча кайма тунă иккен, эпĕ ăна пĕлмесеттĕм. N. Вĕсемпе вăрçма туман. С ними не решили сразиться. Орау. Эпир паян пурсăмăр та киле кайма турăмăр. Якейк. Паянтан малашне ун пек калаçмалла мар турăмăр. Демид. Кăсем кунта ларма тумаççĕ: кунта пысăк шыв, ачасем шыва кайса пĕтĕç, теççĕ. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата ĕлĕк хăй савнине сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Ала З. Çавна каласан, хĕрне кăлармалла тунă, тет. N. Çавăншăн вĕсем ăна пухăва хăйне чĕнтерме тунă. N. Кӳртме турĕç. N. Ăна сут пилĕк тенкĕ штрав турĕ. || Предназначать. N. Мĕншĕн çак куна курмалла тунă-ши? || Наживать (имущество, деньги). Орау. Эпĕ турăм, вăсам та манран ан юлччăр, çавăн пекех туччăр. Юрк. Каскалама кайса çӳресе укçа тăват. Б. Олг. Пасара антарнă япалая сотас полат, окçа туас полат. Ст. Ганьк. † Ик сар-кайăк эпĕ тытрăм, ик-çĕр манит тумашкăн. Юрк. Ку, пĕр çав ĕçе пĕлсен, ыттисем кĕрешме хăранине курсан, çынсем умĕнче; эпĕ кĕрешетĕп, тет те, 25 тенкĕ, лаша сутса тунă укçине, çĕре кăларса пăрахат. Ib. Çав пуçтарса тунă укçасенчен... N. Хăш чухне юрлă арăмĕн юлашки тенкисене саклата хурать те, пуян валли эрех илме укçа туса каять. || Сделать наклад. N. Хусана килсе хама таккулăхах пилĕк тенкĕ туса каяп (израсходовал без пользы). || Относить к чему. ГТТ. Кунтисем çинчен çырнă çырăвăмра эпĕ кунтисене вир-ялсенчен пайтах уйрăм халăх туса çыртăм. || Капк. А мĕн тăватпăр мĕншĕн хупнипе? А зачем вам знать, почему она закрыта. Регули 53. Он каймалипе мĕн тăвас пирĕн. || С подражательными словами — издавать, производить. Альш. † Чĕнтерлĕ те кĕперсем чăлт та тумасть, йĕс таканлă утсем каçмасан. N. † Виç кĕпер те хут кĕпер, епир каçса килнĕ чух, кăптăр-каптăр тăва юлчĕ.|| С предшествующей частицей „пек“ — делать вид, притворяться. N. Çул çинче тилĕ вилнĕ пек туса выртать, тет. Бес. чув. 2. Лаша унта кăшт çăмăлтарах пулмĕ-ши, тесе, çул аяккинелле туртса пăхам пек турĕ. Юрк. Вĕсенĕн килĕ-çурчĕсене хăне сутнă туса хут çыртаратчĕ. Альш. Юратат ăна (его) вăл, сăмах шанат, пĕрлĕ ĕçнĕ-çинĕ те тăват унпа. N. Азов хулине иртсе кайнă пек туса (притворившись), тӳрем çĕрелле пынă. Юрк. Вăл каллех, тусĕ хăйĕнчен кулат пулĕ тесе шухăшласа: эй, пире юрат-çке, тет, хăйĕнчен хăй ирĕксĕр кулăш пек туса. || Быть принятым. N. Сат картинчи сарă омлине ме татмала тунă-ши (принято срывать)? || Употребл. в соедин. с причастием наст.-прош. времени: ӳкекен ту, ыратакан ту. || Употребл. в чувашизмах. Альш. Вăл епле пурăннине те, калаçнине те итлесе тусах ларман çав эпир. Янтик. † Чатăр картăм улăха, типтĕр, терĕм, хĕвелте, типмерĕ те тумарĕ. ЧС. Вăл вилес-тусан, епле пурăнăпăр-ши, тенĕ амăшĕ чирлĕ чух. N. Ку хирте тырра лайăх ӳстерекен çемçе тăпрана юхтарса кайнă анасем çаралса юлчĕç.— Мĕн тăвассу пур, теççĕ, тыррăна çапах акас пулать. N. Тунăлăху-мĕнӳ!.. Ты ничего не можешь делать (не способен). ГТТ. Куçарас-тăвас тĕлĕшрен ниçтах та юрăхсăрах тунă-хунă мана (нашли меня плохим переводчиком). П. И. Орл. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни (пока узнал только это). Альш. Сĕтел çитти сарăлмас та, тумас та, тет. Торп-к. † Ытармалла мар сана, тытрăм-турăм тотине. || Выращивать. Эпир çур. çĕршыв 14. Эсир çимĕç пахчинче мĕн лартса тăватăр. N. Акса ту, лартса ту. || Ачач. 83. Пилĕкне явса тунă пиçиххи çыхнă.

туса пар

сделать. Кадыши Ц. Тепĕр кунтан хăйсемех (мои пчелы) киле тавăрăнчĕç; амĕш çук, уна хам туса патăм. || Отравлять. Сред. Юм. Туса панă, дали кушанье с мышьяком, от которого человек помер, или же остался живым. Ib. Грек çĕрĕнчи ăслă Сократа туса парса вĕлернĕ (отравили ядом). || Испортить, дав наговоренную вещь (обыкновенно — пищу-питье). ЧС. Çын (кто-нибудь) туса панă пулĕ, тесе, вĕрӳçĕсене темиçе хут та вĕртсе пăхрĕçĕ, унтан та ним усă пулмарĕ (больному). Чăвашсем 21. Пирĕн ялта пĕр хĕр çапла вилчĕ, вăл Лявук хĕрĕччĕ, ăна мункунта эрех черкки çиче туса панă (напоили наколдованным), тет.

тутарттар

вдвойне понуд. ф. от ту. N. Ман туйя çок-ха, туйя тутарттарма ôкçа пар мана. Пимурз. Эпĕ кĕркунне чуссăнкки тутарттармарăм, хулара илĕп тесе. (Тутарттармарăм — обращение к З-ему лицу, но через посредство З-го лица). Альш. Елшелĕнчен пуян Ахванеç çав чӳке тутарттарнăшăн юмăçă укçие пĕр пăт кĕрпе панă, тет. Чăвашсем. 30. Ăна çемйисем çынна систермесĕр пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах (все-таки на кладбище же) чикнĕ, тет.

туй

(туj), чувствовать, ощущать, осязать. Н. Кожары. Ура пуррине те туякан пултăм. Я стал чувствовать и то, что у меня есть ноги. N. Питĕ ырса çитрĕм, хама хам йывăр туятăп. Сред. Юм. Алăра йывăр япала нăмайччен тытса тăтăм та, ал веçех туйми полчĕ. Чума. Наум вара хăйне çăмăлтарах туйнă (почувствовал легче). Собр. Туйманнине туйтарат, сисменнине систерет. (Послов.). || Просыпаться, притти в себя. Сред. Юм. Тем чол вăратса та туймас ô; ĕнер: пасара тăратса яр, тетчĕ, ĕнт çывăрса йолчĕ ăйăхне çĕклеймесĕр. Ёрдово. Макар, эсĕ ирхине иртерех туян пуль, мана тăрат, тет. Дик. леб 30. Вĕсен юратнă йăмăкĕ Елиса ирхи тутлă ыйхăпа пĕр туймасăр çывăрнă (спала без просыпу). Çутт. 20. Туйми çывăрса кайрăм. Айдар. Туймиех çывăраççĕ. Спят крепко. || Догадываться. Ходите во свете. Мĕнле пулсан мĕн пулассине те туйса илекен пулать. Собр. Туракан туйнă, çиекен туяйман. (Послов. Не переведено ли ошибочно с тат.: тураган туjган, ашаган туjмаган?). Изванк. Туякан туят, туйманни пĕрре те туяймаст, теççĕ. Кан. Паранкă сутса усă курмаллине туйсан, хресченсем хăйсемех нумайрах паранкă лартĕç. || Осознать. N. Хăй тĕрĕс маррине туйса илсе ӳкĕннĕ юлташăм çинчен калатăп-ха. || Услыхать; заметить. Трень-к. Аттепе анне çуккине пĕлсе, лашасем çитернĕ çĕртен ачасем пырса пирĕн сат пахчине кĕнĕ те, улма тата пуçланă. Пракахви ăна туйнă та, мана тăратрĕ. || Проведать, прознать. N. Пулкаланăччĕ те ĕçсем, ĕлĕкех кунта лекмеллеччĕ, анчах туяйман.

туйăн

тойăн (туjы̆н, тоjы̆н), чувствоваться, ощущаться; стать заметным, ошущительным. ТХКА 113. Этем пурри туйăнмасть кунта. Кан. Алупкăра çĕр чĕтренни туйăннă. N. Ыррăн тойнать. Приятно чувствуется. Юрк. Тăванçăм, сан аванни курăнчĕ, хам чун савни туйăнчĕ (я почувствовал, какова моя к тебе любовь?). N. Çапни туйăнмарĕ. Орау. Темскер, аяк пĕрчи ыратнă пек туйăнса çӳрет-ха ман. Кан. Пасарта пулнăн та туйăнмарĕ. N. Чупса-чупса çырла тупрăм, ялан йĕçĕм-çырлин туйăнчĕ. || Казаться, чудиться; показаться. ЧС. Луçа çапла кăкарса тытнине курсан, мана пуç темĕн пек шел туйăнчĕ (дальше; шелĕн туйăнчĕ). N. Пулассăн çук туйăнатьчĕ. Хăр. Паль, 14. Тухтăр килни-мĕнни туйăнмасть. Орау. Яланах тахăш килнĕ пек туйăнать (все чудится, что...). Ib. Алла тытса пăхсан, темскерле, тир айĕнче ӳт хытса ларнă пек туйнать (под кожей прощупывается затвердение). Ib. Кĕç-вĕç персе анассăн туйăнса çӳрет. N. Питĕ пӳрт пушă пек туйăнать, таçта кайнă пек туйăнать. N. Мĕлле, эпĕ киле пырассăн тойнап-и? N. Çĕр каçиччен çĕр каçассăн туйăнмарĕ, виçĕ çĕр тăршшех пулчĕ пулĕ. Етрух. Сире çапла калани суя пек туйнать пуль. N. Вырăн пит начар пекех туйăнмас. Кн. для чт. 49. Анчах вăл килесшĕн туйăнмасть, пит хытăскер вăл. Ала 54 . Çак пĕр сехет маншăн пĕр çулталăк пек туйăнчĕ (показалось целым годом). В. Буян. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çинчен сарă чечек вĕçсе анассăн туйăнать. Орау. Хама хам тем чул çияссăн туйăнчĕ. N. Сире епле пек туйăнать. Как вам кажется? N. Епле тусан ырă пек туйăнать хăна, çапла ту. N. Иртсе кайнă çын Якор пак туйăнчĕ, хам коримарăм та.— Çок, сана ахаль он пак туйăнчĕ (показалось, будто он). N. Кĕçĕр лайăх çывăрса каяс пек туйăнать те, темле пулать. N. Кĕç персе анассăнах туйăнать (что упадешь, о себе). Орау. Мана та çапла пек туйăнать çав. Чотай. Çакă яла ял темĕн, çитрĕмĕр те кĕтĕмĕр — хола хошшин тойăнчĕ. Чт. по пчел. № 17. Тем, ĕçлет пек туйăнать. Кажется, что поработает?

туй

той (туj, тоj), свадьба, свадебный церемониал, свадебный пир. Н. Седяк. Чăвашсем туйсене çимĕкре тăваççĕ. Туй тăвас умĕн çураçнă хĕрпе каччă венчете кĕреççĕ. Венчет тăваççĕ çимĕкрен маларах. Унтан вара хăтапа хăта туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Обыкновенно каччă ашшĕ хĕр ашшĕ патне килет канаша (на совет). Çак канаша „пăлчал“ теççĕ. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Хĕр ашшĕ каччă ашшĕне ăсатнă чух, çураçнă хĕр вĕсене парне парать те, ӳксе пуççапать, лешсем хăй кинне пахиллеççĕ. Пуççапнă чух, çураçнă хĕр вĕсен урисене тытса пуççапать. Парнисем кĕпепе сурпан пулаççĕ, çак парне панă кĕпе-сурпанпа пӳртри çынсем тутисене шăламçи пулаççĕ. Хăта пăлчал илсе таврăнать килне. Ib. Туй лартни çыннисем пухăнсан (когда соберутся участники свадьбы), пурте турă умне çурта çутса кĕл-тăваççĕ. Унтан вара авланакан ача (жених) ашшĕнчен пуççапса пиллĕх ыйтать. Ача ашшĕпе амăшĕ пиллеççĕ. Туй çыннисем вара кĕлете туй лартма каяççĕ пурте. Туя кĕлетре пуçлаççĕ, унта та сăра, эрех, яшка-çăкăр пулать. Кĕлетре туй пуçĕ туй çыннисене пахиллет те, мăн-кĕрӳпе пур туй çынни юрла пуçлаççĕ; шăпăрçă шăпăр калать. Кĕлетре виçĕ пар ташлаççĕ, тата нумай урăх юрăсем юрлаççĕ, унтан вара пӳрте кĕрсе туй тăваççĕ. Туй кӳртес текен çын пырса туй пуçне илсе каять хăй патне, туй çыннисем кайран тин каяççĕ урăх килле. Пĕр килĕрен тепĕр килле куçнă чухне, туй пуçĕ хуçа сĕтел çинчен çăкăрпа чăкăт улăштарса илет: вăл çур çăкăр хурса пĕтĕм çăкăр илет; чăкăтне те çапла тăвать. Туй пуçĕ çăкăр тултарма такмак çакса çӳрет, такмак тулсан хуçа килне кайса пушатать. Ялти хурăнташсем патне çӳресе пĕтерсен, хăти патне каяççĕ лаша утланса, ялта çӳренĕ чух та утланса çӳреççĕ. Хăти патне 20—30 çын каяççĕ. Хăта хапхине укçа парса уçтараççĕ, укçасăр уçмаççĕ. Теперь хĕр (невесты) хурăнташĕсем арçын туйне хăйсем патне илсе каяççĕ. Хĕр ашшĕ арçын туйне ăсатать хăй патĕнчен. Арçын туйĕ тухса кайсан, хĕр туйĕ хатĕрленет кайма пĕтĕмпе. Хĕр япалине тиеççĕ, арчине, тумтирĕсене, пурне те тиеççĕ. Арча çине хĕр шăллĕсем ларса каяççĕ. Хĕре леçме нумайăн каяççĕ: 25, 24, 26 çын. Хĕр туйĕ хăта патне пырсан, арçын туйĕ тухать те, хĕр куми тавра виç хут çаврăнать, виççĕмĕш хут çаврăнсан кĕрӳ каччи хĕр кӳмине нухайккипе пит хытă çапать, вара арçын туй кĕрет килне. Хĕр туйне кӳртеччен хӳме витĕр пăшал переççĕ. Чир-чĕр кайтăр, усал кайтăр, теççĕ, вара хĕр туйне хăта кил хапхи уçса кӳртеççĕ. Хĕр кӳми пӳрт умне пырса чарăнать, хĕрĕ кӳме ăшĕнче урисемпе хытă ларкăча тапса ларать. Туй курма пынă хĕрсенчен пĕрне кӳмере тапса ларакан çураçнă хĕрĕн урине ĕçерме хушаççĕ. Çавна вĕçерсен, хĕр кӳме ăшĕнчен тухать те, урисене туртакан хĕре çĕрĕ е укçа парать. Хĕр пичĕшĕ хĕре урапа çинчен çĕклесе антарать, кĕру-каччă хĕрпе, хăй арăмпе, ытакласа пӳрте кĕрсе каяççĕ. Пӳртре упăшки турăш патĕнчи сĕтеле каять, хĕрĕ тĕпелти сĕтеле каять. Пӳртре пăртак туй тăваççĕ те, япаласем кӳртме кĕлете каяççĕ. Хĕр япалисем çинче унăн шăллĕсем лараççĕ. Вĕсене, кĕрӳ-каччи (йыçнăшĕ) укçа парса япаласем çинчен антарать, унсăрăн вĕсем анмаççĕ. Хĕр япалисене хĕр инкĕшĕ хатĕрлесе тăрать, кĕрӳ-каччи кӳртет кĕлете. Кӳртсе пĕтерсен, арăмĕпе иккĕшĕ те кĕреççĕ, унччен унта яшка-çăкăр хатĕрленĕ пулать. Кĕлетрен кăларсан çĕнĕ-çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ. Çаксене туса пĕтерсен, туй пĕтет. Хĕр кӳме килекенсем анчах туй туса çӳреççĕ. Хĕр кӳме килекенсене ăсатсан, туй тăнчă пĕтет. N. Арçын туйĕ, свадебная церемония, совершающаяся с жениховой стороны; хĕр туйĕ — то же с невестиной стороны. Ильмово. Çав пӳртре арçын туйĕпе хĕр туйĕ пĕрлех пулать. Изамб. Т. Хĕр туйĕпе арçын туйĕ пĕр кун пуçланат. СПВВ. ПВ. Туй тенĕ çĕре тукмак йăваланать, праçник тенĕ çĕре выртан каска хускалнă, тет. (Послов.). Собр. † Туйăн ывăлĕ тункати, хĕр парса та хĕр илмест. Ст. Шаймурз. Çитсен, туя кĕреççĕ (на свадебный пир). N. † Туйра кашта авначчен парне кӳртсе çак-и-ха? Альш. Вĕсем тухса кайтарасшăн мар, тет: ил çураçса туйпа, тет. N. Ыран Иван туй пуçтарат, тет. (Такмак). N. Той патне кĕр, зайти на свадьбу. N. Той варĕнче йăлт-ялт, йăлт-ялт сиксе çӳрет (пляшет). НАК. Туй тесе ывăл авлантарнă чухнехине калаççĕ, шыльăк тесе хĕр панă чухнехине калаççĕ. N. Пит вăйлă туй тăваççĕ. N. Ыран туй тумалла тенĕ чухне лашине сĕлĕ çима пӳлмене кĕртсе янă, тет. Альш. Ача-пăча туя курма каймасăр: туя тукмак йăваннă, тесе калаççĕ, теççĕ. Курм. † Туин, туин, туй анать, пирĕн Ваçли туянать, пирĕн хăнча туянас. Ст. Чек. Кĕрӳ хăй туйĕнче ташласан, арăмне йывăр килет, тет. Ав Шаппук хăй туйĕнче ташларĕ, тет те, арăме çулталăкченех вилчĕ, тесе, сăмах кăларчĕç. Тĕрĕссипе акă мĕнле пулнă. Куртьтян хăй туйăнче акăшсем патĕнче ташлама тытăннă та, акăшĕ пырса: Куртьтян, эй арăмна вĕлересшĕн-и? ан ташла, тĕсе сĕтĕрсе карĕ, тет. Альш. † Туйăм, туйăм, туй иккен, туй илемĕ çак иккен. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумаях ытла пулмасть. N. Вăлă туй туса памари? Ерк. 149. Ахăрттарать яш-кĕрĕм, пуçĕнче туй сĕрĕм. N. Туй хускалать. Начинается свадьба. || Свадебный поезд. Орл. II, 248. Пысăк ялтан пĕчĕк яла туй килет. (Кăвар кăларни). Ала 85. Туй тавăрăнсассăн, темĕн чухлĕ халăх пухăннă, ял-йышсем пухăннă, пурте ĕçсе-çине, савăннă. Ib. 82. Унта ана ĕçтерчĕç, çитерчĕç, тет, унта туй кĕмелле турĕç, тет. Сред. Юм. Туй хапха айне çитсен, кĕрӳ кĕпи çĕлемеççĕ она. (Говорят, если за что-нибудь примутся поздно). Изамб. Т. Танлисна (= Таниле йысна) кинĕ патне Арланкассинчен туй килет, темест-и? Ала 81°. Ваттисем ĕçрĕç, тет, çирĕç, тет, хăççан туйпа килессине каласа хучĕç, тет. Тим-к. Пичĕш панче туй ӳкĕ, шăлнĕ панче çĕр выртĕ. (Пичĕшĕ — кăмаки, шăлнĕ-вучаххи). || М. Сунч. Масар çине çитсессĕн, пытарнă вырăна хĕрессене ватса вут чĕртеççĕ те, йĕри-тавра ларса хыва пуçлаççĕ. Хывнă чухне çапла каласа хываççĕ: пил ту, (ят) ачам, сана асăнса килтĕмĕр, пурăр та пил тăвăр. Ватти-вĕтти, пурăр та (ят) туйне пырăр, пымасăр пĕри те ан юлăр. (Çиччĕш). Чăв. 31. Атя туя! Так зовут покойника на поминки. Ib. Ахаль ташламасăр, юрламасăр тăрсан (на поминках), вилнĕ çынсем ирĕк илеççĕ, тет; вăлсем ташлаççĕ, юрлаççĕ, тет; çав кама пумилкке тăвакан çынна хĕнеççĕ, тет: санăн туйă çапла-и? Ни юрлакан çук, ни ташлакан çук, тесе. Çавăнтан пĕртте ахаль тăмасăр ташлаççĕ, юрлаççĕ. || Празднество. СПВВ. ФН. Ака туйĕ — тырпул праçникĕ. См. ака туй. || В перен. знач. Туперккульос З2. Чăваш çынни театтăра та юратать, анчах ăна вăл туй е камит тет. Альш. Вăл (коновал) кунталла киле-киле каят: ĕçне тăват та, ĕçсе, ӳсĕрĕлсе туй туса каят. || „Собачья свадьба“. Курм. Йытă туйĕ. Орау. Йытă таçта çухалчĕ-ха, туя кайнă курнать. || Узел. Шигали. Чĕр туй, живой узел; вил туй, мертвый узел.

туй ӳкерекен

тот, к кому заезжает жених до приезда вдом невесты. КС. НАК. Унта (в доме жениха) вĕсем (свадебные парни) кăшт сăра ĕçкелеççĕ-ĕçкелеççĕ те, ялĕнче туй ӳкерекен çук пулсан, хĕр ялне тухса каяççĕ, туй ӳкерекен пулсассăн, малтан ун патĕнче ĕçкелеççĕ те, тин вара хĕр ялне тухса каяççĕ. Собр. Каччи виçĕ лашаллă кӳмен ларчăкĕ çине ларса сăхсăхсан, килĕнчен тухса туй ӳкернĕ çĕре каяççĕ. Кĕрӳ хĕрĕ патне кайма тухсан, малтан хăйсен кӳршинчи пĕр-пĕр çын патне кĕрет, ăна: туй ӳкет, теççĕ.

туйла

свадьбой, по-свадебному, сопровождая свадебными церемониями. Тюрл. Пирĕн енче туйла каякан хĕрсем хăйсен хурăнташĕсем патне пĕр-ик кунччен киле кĕрсе çӳреççĕ (ĕçсе-çисе çӳреççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ). Ильмово. Хĕрсен хушшинчен хăшĕ туйла каяççĕ, хăшĕ тухса каяççĕ. В. Олг. Тойла, по-свадебному. Лашм. † Ял-ялĕнчи хĕрĕсем тухса каяс сасси пур, пирĕн ялсен хĕрĕсем туйла каяс сасси пур. С. Тим. † Атте лаши кăвак лаша, юри тĕпе кӳлтертĕм; тăванăмсем лайăхран, юри туйла тутартăм. Ib. Туя туйла тăвас, тесе, пирĕн чаплă тунине калаççĕ. Туя чаплă тумасан, ăна çывăх хурăнташсем пухăнса пĕр каç ĕçкĕ тунипех ирттерсе яраççĕ; чаплă тусан, 2—З кун ют ялти хурăнташсем патне лашапа çӳреççĕ. ЧП. Тата çич çул ларсассăн, хамах туйла кайăп-ха.

туй пуçлăхĕ

руководитель свадебным поездом невесты. N. Хĕрĕн мăн-кĕрӳ пулмаст, уртмакçă та пулмаст, пĕр туй пуçлăхĕ анчах арлă-арăмлă пулаççĕ. Туй пуçлăхĕ туя ертсе çӳрет, хĕр ларакан минтере çĕклесе çӳрет. || Назв. божества. Ст. Яха-к. Туй чухне туй пуçлăхне çул тăваткалне укçа е кучченеç пăрахман пуль, терĕ (и за это он посылает беды. Туй кайнă чухне кĕрĕвĕ çул тăваткалне пĕр пус укçа пăрахса хăварат. Ăна мĕншĕн пăрахнине эпĕ пĕлместĕп. Туй таврашĕ тасаттарни).

туй таврашĕ

назв. духа. Ст. Яха-к. Маçилке çапла хăй пĕлнĕ киреметсене пурне те вуникшер юсманпа, чи каяранхинче туй таврашне çитмĕл çичĕ юсманпа чӳклет... Эй туй таврашĕ, çитмĕл те çичĕ тинĕсре туй пуçлăх пулса пурăнакан, çак кил-хуçи тинĕс тĕпĕнчи пекех туй туса кин илчĕ; эпир сана мехил çитменнипе час чӳклеймарăмăр, вăхăт çитрĕ, чӳклетпĕр ĕнтĕ, тархасшăнах эсĕ çак кине çăмăллатсам. (Туй таврашĕ тасаттарни). N. Туй таврашне (духу) чӳклеме тытăначчен, ытти кĕçĕн киреметсене чӳкленĕ юсмансене уйрăм урăх чашăк çине пухса хучĕ. Тата çав юсмансенченех кашни киреметне уйрăм чӳкленĕ пĕрер юсманне (= юсманĕнчен?) чĕпĕтсе илсе, пĕр сăра курки çине хучĕ (старуха).

туй таврашĕ тасаттарни

назв. свадебного обряда. Ст. Яха-к. Пирĕн енчи чăвашсем ывăлĕсене авлантарсан, хĕрĕсене качча парсассăн, кайран туй таврашĕ тасаттараççĕ. Вăл туй таврашне ывăлне авлантарсан, хĕрне качча парсассăн, пĕр çулталăк çитичченех тасаттараççĕ; пĕр çулталăкра та тасаттаримасан: çын хĕн курма пуçлат, теççĕ вара.

туй тапранни

начало свадьбы. Тюрл. Эпĕ туй тапранас кун: мана аннесем чиперлесех хĕрпе çӳретесшĕн пулĕç; итлемесен лайăх мар, эпĕ луччĕ вăрмана хуртсем патне кайса хăтăлам, тесе, хам йăмăкпа хуртсем патне вăрмана кайрăмăр. Юрк. Ырантан пĕр куна туй тапранмалла.

туй хăти

так называют человека, которого приглашают для совершения моления божеству „той торри“. Б. Олг. Той хăтине чĕнетĕп той тори чӳклеме, килчĕ ман пата, чӳклетпĕр. Çырлах, той тори, Матвей пуçне той тори сулăх партăр, çĕр çол порнма полăштăр. (Имя этого той хăти — Миххĕни). Бгтр. Ĕлĕкрех чăвашсем сăра ĕçнĕ чух пичке пуçласассăн, виçĕ хут тăрса алăк патнеле пахса пуçапатьчĕç, тет. Кам та пулин кил хушшинче чирлесессĕн, пĕр юратнă çынна илсе килсе, мăкăр пысса çиетчĕç, тет. Вара çавăнтан кайран çав çынна тус туса, ăна туй хăти тесе калатьчĕç, тет. Хăш çĕрте, чир яла килсессĕн, тырă пуçтарса сăра тунă. Ĕçсен-ĕçсен, кленчисем çине эрехсем, сăрасем тултарса, мал енелле кайнă та, кĕл-кĕллесе çул тăваткалне кĕленчисене лартса хăварнă. Çапла чире усатса янă пулать вара.

туй

одно из положений козна. См. пĕк, елччĕ. Ст. Чек. Кукка та çавăн майлах ячĕ те, унăн елччĕпе туй пулчĕ. Ib. Туй, елччĕ, чĕк, пĕк (различные стороны ашăк). СТИК. Пĕкле аяккипе выртсан, пĕр яка аякки çӳлелле пулсан, туй теççĕ.

туя

тоя (туjа, тоjа), палка, трость, клюка. Орл. II, 249. Кăмака айĕнче тимĕр туя выртĕ. (Ĕçлен). N. Ват çын туяпа çӳрет. Орау. Пирĕн атте туйине яланах тăрри вĕçĕнчен (пĕчĕк пуçĕнчен, çинче вĕçĕнчен) тытса çӳрет. Эпĕ ăна: мĕншĕн апла тытан, пысăк вĕçĕнчен тытмалла, терĕм те, вăл мана: апла туяласа çӳреме йăвăç кутăн ӳсет-им, терĕ. Кайран ытти стариксем епле туяласа çӳренине асăрхах çӳрерĕм те, чăнахах та, пĕр старик те туйине кутăн туяласа çӳремест. Мĕншĕн апла туяласа çӳретĕр, тесе ыйтсан: кутăн туяласа çӳресен пурăнăç кутăн каять, теме хăтланаççĕ. Альш. Туя хуçăличчен хĕненĕ. Бил, пока не сломается палка. || Переносно — сельский староста. Альш. Туя патне каяс-ха. Надо итти к старосте (потому что у него в руках постоянно палка).

туйянтар

понуд. ф. от туйян. Сред. Юм. Ак эп сака пĕр лайăх сукна туйянтарам, асăн пĕррĕ: çав топса панăчĕ çакна, тесе. См. туянтар.

туйра

(туjра), молодой дуб. Тюрл. СПВВ. ФВ. Çамрăк юмана туйра теççĕ, туйралăх вăрманĕ теççĕ. Сред. Юм. Туйра тесе хунаса тухса ӳснĕ юмана калаççĕ. Собр. † Эпир каяс çул çинче туйра юман пит нумаЙ. Ib. † Эпир пыра çул çинче пăрăнайса юлчĕ пĕр туйра. ЧП. Туйра, туйра юмансем. НТЧ. Тепĕр кунĕнче хай вĕрӳç вăрмана кайнă та, çамрăк туйрана авса, тĕпĕнчен çыхса хăварнă (чтобы испортить человека), çавăн пек тукатса çыхнă чух та кĕлли пур теççĕ те, анчах ăна ватă çынсем те пурте пĕлмеççĕ, вĕрӳç-суруç çын анчах пĕлет. || Лесок. N. Тарса пыра-пыра, слон кĕтĕвĕ çынсем юри акса ӳстернĕ йĕплĕ хулă туйри (вăрманĕ) патне пырса чарăннă.

тукан

встреч. в соединении: тăван-тукан, родственник вообще. ЧП. Тăванĕсем-туканĕсем. Ib. Эй, тăвансем, тетĕп, пĕр тукансем. Саврăш. † Тăванăмсем-туканăмсем! Йăвăр сăмах ан калăр: кăмăлăм çемçе — чăтаймăп. Ст. Шаймурз. † Ай-уй, тăванăмсем-туканăмсем, мĕшĕн уйрăлмалла тунă-ши? С. Тим. † Тăванăмсем-туканăмсем, епле уйăрăлăп-ши эп сиртен? Собр. † Ай тăванçăм-туканçăм.

тукун

(тугун), обод. Н. Седяк. Изванк. Çитмĕл те çич урапа тукунĕ. (Из наговора). Ст. Чек. Тукун парлантарма парник тăваççĕ: çĕр алтса пура яраççĕ, калит тунă кирпĕчĕрен ун ăшне кăмака хываççĕ; кăмакине парлантарма тукун йывăçĕсем (çуннă йывăçсем, тăватă кĕтеслĕ, икĕ енин сарлакăшĕ пĕр пек, икĕ хире-хирĕç енин пĕр пек мар) хураççĕ. Парлантарса (пĕçерсе) кăларсан, тукун йывăçсем аваççĕ. Авма пĕр юпа лартнă, юпа çине хулăн йывăç тăхăнтарнă. Йывăçне хĕрринчен картнă. Тукун пуçне хĕстермелли вырăн пур; пĕр пуçне хĕçтереççĕ, тепĕр пуçĕнчен тытса аваççĕ; тукун хыçне, çине, шина хураççĕ, пĕр пек авăнтăр тесе, крукпа çине тĕрентерсе аваççĕ. VS. Урапа тукунĕ çумне çыпăçтаракан тимĕр, шина.

тул

тол (тул, тол), наполняться, стать полным. N. Шăтăк тулсан, çын укçине лав çине тиерĕ, тет те, шуйттан ачине кӳлсе килне чуптара пачĕ, тет. Корачка. Пыр шăтăк толсак ларчă çĕмĕрт çисе. Ала 74°. Хурана кĕмерĕ, чукуна тулмарĕ (бык). СТИК. Ĕне çилли тула килет (уже скоро будет полно, у стельной коровы). СТИК. Чĕлĕмне тивертсех туртса пĕтерейместĕн, вăл тула тăрать. Не успеешь выкурить трубку, как оно (ведро) уже полно. N. Пĕве тулнă. Пĕвене шыв тулнă. Регули 1064. Кӳлĕ шăнче çомăртан шу толчĕ. О сохр. здор. Пирĕн ăшран пĕрмаях ăшă тухса тăрсан та, ун вырăнне çĕнĕрен ăшă тулах тăрать Ib. Ача выртнă çемĕн сăпка çитти айĕнчи таса сывлăша пĕтĕмпе хăй сывласа илсе пĕтерет, ун вырăнне таса мар сывлăш тулса çитет. СТИК. Пирĕн пӳртре шыв татăк тăмаст, хамăн çемье пысăккипе, шыва нуммай та тыткалатпăр пуль те, пĕрре пĕри каят, тепре — тепĕри, çавăнпа витресенче шыв тулах тăрать. Ib. Крантлă пичĕке аван та çав (бочка с краном очень удобна), крантне кăшт пăран та, пĕр-ик-виç минутран витре тулса та тăрат. Якейк. Попа эп паян пĕр пăтакка ыраш толимирах (неполный) парса ятăм. Кан. Ун тавра шăтăк кăшт тулми лайăх тăпра тултараççĕ. N. Хам шывра выртнă чухне çăвара шыв кĕрсе тулнă та, хырăм йăлт тулса кайнă. || Разливаться (о реке). Орау. Атăл пĕлтĕрхи чул тулнă, тит, ĕнтĕ. N. Кăçал шыв питĕ тулмари? N. Тулса кай (о реке). N. Атăл шывĕ толнă. || Прибывать (о воде). СТИК. Çырмари шыв кашни кун тулса пырат (каждый день прибывает). Ib. Çырмари шыв тула пырат (каждый день прибывает). Ib. Çырмари шыв тула пырат ĕнтĕ (скоро совершенно наполнится). Ib. Çырмари шыв тулах пырат (мĕн тулнăçем тулат, все прибывает). N. Атăлта шыв тула пырат (все прибывает). N. Çырмара шыв тулнă. Орау. Тата тулать-ши ку кӳлле шыв? Еще будет ли прибыль воды? Регули 424. Шу толах пырать. || Наливаться (о зерне). Сĕт-к. Ыраш тĕшши толса çитнĕ. N. Пăрçи тула пуçласассăн. || В перен. знач. N. Уй варĕнчи олмоççи, çӳлчи сарлать — уй толать, уй илемне вăл кӳрет. || Распуститься (о листьях). Ст. Ганьк. Шыв хĕрринче хурама, çулçи тулса çитсессĕн, тăкăнат аслă шыв çине || О луне. N. Уйăх тулса пырать (или: çитĕнет). N. Тулса çитнĕ уйăх, полнолуние. || Наливаться кровью. N. Мĕкĕрленсе ларнипе пуçа юн тулать. N. Тулса ларчĕ (кровь в рубахе). || Быть выплаченным сполна. N. Окçи толнă таран илĕр. Н. Якушк. † Ырă хăтаçăм (ятне кала), тулчи сана хĕр хулăм, тулмари сана хĕр хулăм. Хĕр хулăмĕ тулман пулсассăн, тата парăпăр, хăтаçăм. || Исполниться. N. Шăп виç эрне тулса çитсессĕн, асатте вилсе кайрĕ. Изамб. Т. Ашшĕ вилни акă пилĕк çул çăварнире тулат. N. Унтан вара, вăхăт тулсан, вăл хăйĕн ывăлне янă. || Испытывать полное удовлетворение, быть удовлетворенным. N. Çăкăр çине пăхсанах, мĕн пур кăмăлăм тулса ларат. ЧП. Килес хăна килчĕ, кăмăлăм тулчĕ. Ib. Савнă тусăр инçе кайиччен, курса юлсам куçăр туличчен. Ст. Шайнурз. † Сирĕн патра эпир килсессĕн, тулаяттăр сирĕн кăмăлсем. || Испытывать обиду, горечь и т. д. N. Ăшăм-чиккĕм тулса çитет. N. Ăш-чик толса охрĕ те, темĕн чол макăрса пĕтрĕм. N. Хурлăх куран салтакăн ăшĕ тулса çитет. N. Сирĕн пурăнăçăра аса илетĕп те, пĕтĕм ăш тулса çитет, куç-çул куçа хупласа илет. Сред. Юм. Ăшăм-чиккĕм толчĕ. Накипело в душе. N. Е ӳсĕрпе ăш тулса çитет те, çынна тем каласа пĕтерен. || Употребл. в качестве вспомогательного глагола. Изванк. Кашни урапана пĕрер икшер лаша кӳлсен, йăвăр пулат, унчух вилнĕ çынсем ларса тулаççĕ, тет. (Поминки). Кан. Куç ыратса-а-а кайрĕ те, хĕп-хĕрлĕ юн анса тулнĕ. N. Вăл çурта часах халăх пит нумай пырса тулнă. N. Çав вăхăтрах таçтан çумăр пĕлĕтсем тухса тулнă.

тултар

(тулдар), наполнять. Орау. Туллиях тултартăн-и? — Çурри ытларах.— Туллиях тултарас пулать. СТИК. Ĕне мĕн пурăннăçем сĕтне хăпартат, малтанах куркана та тултараймасчĕ, халĕ çак витрене тултарса пырать (чуть не полно дает в это ведро). Сунт. Кун каçиччен çĕр çын ытла кĕрсе тухать те, урайне пĕтĕмпех тултарса хăвараççĕ (сорят). N. † Аттен пӳрчĕ пусăк пӳрт, хамăр килсе толтартăмăр. Ст. Чек. Сĕтел тулли ĕçкĕ-çикĕ тултарса лартнă. N. Темскерпе тултарнах паян ман пуç (тяжесть в голове). || В перен. знач. ПВЧ 90. Атти пӳрчĕ, ай, аслă пӳрт, тултариччен, ай, юрлам-и, тулса çитсен, тухам-и? N. Ати пӳрчĕ шурă пӳрт, янрать, янрать, янримасть, эпĕ юрлам янрамала, тултариччен юрлам-и? Ачач 68. Таврăнасса каллех ăшчиккине тултарса таврăнчĕ. || Насыпать полно, доверху. Кан. Авăртма пынă çынсен çăнăхне вăрттăн тултарать. || Довесить. Толст. Ашне начаррине панă, тет, çитменнине тата виçине те тултарман, тет. || Завалить. ТХКА 41. Хура кĕсрене шăтăка йăвантарса ятăмăр. Çăхансем кăранклатса вĕçсе çӳреççĕ. Кĕсре çине тăпра тултартăмăр. || Набивать. О сохр. здор. Пысăк шăтăк алтса, тĕпне те, пур аяккисене те тăм тултарса, питĕ хытă таптаса пирчетес пулать. || Наливать. Альш. Лешĕ пĕр çăпала сĕт илет тултарса, сапат кăна хырăмĕнчен. СТИК. Стайккари шыва тултарах тăратпăр (никогда пустой не стоит). Ib. Çула пирĕн, пахчари çимĕçсене сапма тесе, пусăри шыва стайккапа тултарса хĕвел çинче ăшăтаççĕ, çав шыва вара кирек ăста та тыткалатăн, мĕн чакнă, ăна çĕнĕрен тултаратăн, çавна вара çапла калаççĕ. || Надувать (о снеге). N. Пирĕн кил-карти çумне юр пит тултарчĕ-и? Тултарнă пулсан, лепе уçкалăр-ши? N. Ĕнер питĕ нумай юр тултарса хунă. N. Юп хушшине юр тултарнă. || Выплатить сполна. Сред. Юм. Аллă тенкĕ холăм толтарнă. Пятьдесят рублей калыму сполна выплатили. Юрк. Вăл укçисене хулăн укçи тултарма тесе параççĕ. || Вымнеть (близка к растелу). N. Кĕсрӳ пит тултарчĕ ĕнтĕ. К.-Кушки. Пирĕн ĕне тапратса тултарчĕ ĕнтĕ, час пăрулат пулмалла. || Удовлетворять. КАЯ. Эпир, айван ывăл-хĕрсем, ним пĕлмесĕр ĕлĕк сурăм киремĕтне тултармасăр çапла пултăмăр пулĕ. (Из моленья киремети). || Выложить (о дровах). N. Вутă тултараймарĕç виçĕ аршăна. || Исполниться (о возрасте). N. Хĕнпе ӳссе хĕр пултăм, вунçич çула тултартăм. Ачач 22. Тимуш пуçĕнче тата, ӳссе пысăклансассăн та манмалла марскер, çав хăй вуниккĕ тултарачченхи вăхăтран тепĕр самант пит çирĕппĕн ларса юлнă. N. Виçĕ çул тултарсан, килĕп курмашкăн. || В качестве вспомогательного глагола. Алик. † Эпир сӳрес сӳрине чăхсам айне лартрĕç те, чăхсам сысса тултарчĕç. (Солд. п.). N. Халĕ те ярса тултарман-и-ха? Панклеи. Потран татса толтарсан (когда нарвали борщовник), арăмсам киле тавăрнчĕç. Изванк. Тул çутăлсан, икĕ урапа кӳлчĕç те, лашасем тавра пĕтĕмпех пирсем çакса тултарчĕç, килкеписене те пирсенченех турĕç. (Похороны). Б. Яныши. Старик пулă нумай тытса тултарчĕ, тет те, киле таврăнать, тет. Чураль-к. † Эпир каяс çул çине йĕтĕн акса тултарнă; эпир илес сар хĕрсене елек парса пĕтернĕ. N. Касса кĕрсе пӳрте йĕри-тавра йывăçсем лартса тултаратпăр. Унтан çулса кĕрсе урайне пĕтĕмпе курăк сарса тултаратпăр. N. Ĕçсе тултараççĕ те, çапăçма тытăнаççĕ.

тултармăш

назв. чув. колбасы, начиненной крупой, мясом, салом и, иногда, кровью. Ялюха М. ГТТ. Тултармăш пак тулса кайрĕ. СТИК. Така пуссан, унăн пырши ăшке пăри пăттипе така çăвĕ, ашĕ хушса, яшка çине ярса пĕçереççĕ те, яшкапа пĕрлех çисе яраççĕ. Сред. Юм. Тôлтармăш тесе пысăк пырша çупа, кĕрпепе, шывпа хутăш тултарса пĕçерсен калаççĕ. Янтик. Тултармăш тесе пыршă ăшне кĕрпе, çу ярса тунă çимĕçе калаççĕ. N. Толтармăша какайпа кĕрперен тăваççĕ (çуллă какайпа, кĕрпе нумай яраççĕ). Изамб. Т. Тултармăш ăшне кĕрпе яраççĕ, унта тата пăртак е какай, е шăн-çу тураса яраççĕ, ул вара хуранта пăтăпа пĕрле пиçет. Кудеснеры. Толтармăша какайпалан, кĕрпепе тăваççĕ. Ăна тума çӳхе пырша илеççĕ те, какая çĕçĕпе каскаласа тултараççĕ (в роде колбасы). Череп. Тултармăш — желудок животного, начиненный сырым салом и крупой желудок животного. Юрк. Тултармăш — ашран тунă çимĕç. Ib. Тултармăшсене ак çапла пĕçереççĕ: пуснă выльăхăн пыршипе çуса тасатаççĕ. Пĕр вĕçне çиппе çыхаççĕ, тепĕр вĕçĕнчен кашăкпа çулă аш татăкĕсем тултараççĕ. Тулсан, тепĕр вĕçне те çыхсан, хурана ярса пĕçереççĕ. Вомбу-к. Тултармăш пырши ăшне йонпа кĕрпе хотăштарса çуллă пыршă яраççĕ. Шӳрпе ăшĕнчех пĕçереççĕ. Сред. Юм. Тултармăш пырши, большие кишки.

тул

поверхность, наружная сторона, внешняя сторона. ЙФН. † Ай аки, Плаки, Исментĕр карти тулĕ, Чул-хула туллин туйăнчи. (Свад. п.). Сред. Юм. Пос толĕпе çавăрнса кĕтĕм. Чтобы не итти деревней, обошел ее. Етрух. Çапла вара пус тулĕпе алтса çавăрăнаççĕ. Альш. † Ĕнтĕ тăванăмсем-чунăмсем, кĕрекĕрсем тулĕнчен сим юхать. Ib. † Тăвансем пыра пуçласан, тултан тула эп чăмăп [я буду все приближаться к наружной стороне (к поверхности воды?), т. е. не буду скрываться]. Якейк. † Ай ати, ай апи, толтан парса яратни, шалтан парса яратни. (Поет сестра невесты). ПНЧ 112. Çакă ялăн хĕрĕсен шĕвĕр сăмси толалла. N. Тулалла авăнчăк, шалалла авăычăк. (Кĕленче-курпун куçлăх, выпуклые очки). N. Тулалла-и, шалалла-и. || Пространство вне жилища. Шурăм-п. Кунашкал çĕре юрататăп, толтай кĕрес те килмест. Трехбл. Утне пăхан çулта выртман, çынна пăхан тулта выртман. (Послов.). Изамб. Т. Тулта каç пула пуçланă (стало вечереть). Орау. Тула пăхăр-ха, шăнтман-и кĕçĕр? Кĕвĕсем. Тулаях та тухрăм: эп тул куртăм, улмаях та чăпар та ут куртăм. ГТТ. Тулалла тухса кĕр. Выйди (на некоторое время) на волю, т. е. на воздух (напр., чтобы освежиться). Панклеи. Вăл тола карĕ те, онта ларса йолчĕ. Якейк. Эп тулта выртап. Я сплю на дворе. Ib. Эп тула выртап. Я лягу на дворе. Юрк. Эсĕ тула тухса кайсан, Митук вăрттăн çумарккана çыртарчĕ. Ib. Икерчине çулама тултан услам çăвĕ, арпус пеккине, çавракине, пысăккине, йăтса кĕчĕ (внесла). Дик. леб. 35. Йывăç тымарĕсем тулала туха-туха кайнă. || Рассвет, заря. Хурамал. † Ирхине тăтăм тулпалан (рано). Синерь. Тул çутăлса киле пуçларĕ, тет. Сĕт-к. † Тол çутăлса киле пуçласан, хĕрсем йорлаççĕ; тол çутăлса тол килет, тол колачи çас килет. Янорс. Ку кĕпер урлă каçсан, пĕр ту патне çитрĕмĕр, кунта тул çутăлса килчĕ. N. † Автан автать, тул çутлать, ал илер те уйрăлар. Моштауши. Нăмаях калаçса лармарăмĕр, тол çутăлса та карĕ. Б. Яуши. Тул такçанах çутăлнă, тет. N. Тул çутăлас енне кайсан, каллах килне кайса выртать. СТИК. Кĕлтене тул çутăласпарах тухса карăмăр. На возку снопов выехали еще до рассвета. N. Эпир вăрманта шăтаксем чавса лараттăмăр. Тул çутăлнă-çутăлманах австрисем пире тупăпа яра пуçларĕç. Ск. и пред. чув. 99. Тул çутăлас патнелле (около рассвета) тухать сарă яш ача. N. Тул çутăласпа эпир тăтăмăр. Юрк. Тул çутăлнăпа. Якейк. Эп йомах ярсах тол çутăлтартăм. До самого рассвета все я рассказывал сказки. Ib. Эпĕр калаçса ларсах тол çутăлтартамăр. Мы разговаривали вплоть до рассвета. || Погода. Чист. Аранçĕ тул çемçетесшĕн витнă. Пухтел. Тул ăшă пек-и? — Çук, ăшă мар тул. Ib. Тул ăшăта пуçларĕ; тул сивĕте пуçларĕ. || Верх, т. е. внешняя сторона платья. N. Ăшĕ-тулĕпе. || Корка (напр., пирога; противоположно ăш, начинка). Собр. Урпа пашалу тутлă тул, сăра салачĕ урпа тырри. N. † Сыснаш (= сысна аш = кокли тувас теттĕм, толне толăран тувас теттĕм (хотела). Якейк. Пирĕн хăта пит лайăх, толĕ çортри полсан та, ăшĕ тăпăрч полмалла (т. е. на вид невзрачный, но душою хорош). || Корка (переплет) книги. N. Эпĕ çĕр кĕнекене хыт тол туса хотăм (переплед). Н. Якушк. Хам вулакан кĕнекене симĕс тулĕпе туллаттартăм. (Солд. п.). || Обертка, покрышка книги. Сятра. Кĕнекее тол тытрăм (обернул). || В знач. послелогов: за... вне... СПВВ. Хапха тулне тухса пăхнă. Юрк. Хапрăк ял тулĕнче (за селением), шыв урлă. Регули 837. Кил карти толĕнче йолчĕ. || Больше. N. Çитермен е ватă выльăха епле вăйран тула ĕçлеттерен?

тулаш

наружность, внешность. ПВЧ 112. Пирн апайăн хаярри тулашĕнчен палăрмас. N. Вăйăнтан тулашне ан сăна. || Окраина, находяшийся вне черты. М.-Чолл. Çитрĕç пĕр хула тулашне.

тула

(тула), терзать, рвать, трепать. Толст. Кашкăр вара ăна (собаку) туласа пăрахса тарнă пулмалла. Кан. Çынсене чĕп-чĕр юн тăвичченех туласа яраççĕ. СТИК. Йытă туласа пăрахрĕ. Собака кинулась, уронила жертву и значитьельно повредила. Ib. Пирĕн кушака такшин мур йыттисем туласа пăрахрĕç? N. Йытă тытрĕ те хай кушакка тула пуçларĕ. Кушакка туласа вĕлерчĕ. Истор. Тата çитменнине упа хăшне-хăшне туласа тăкать. Ядр. Чĕпĕ сассине хур-аçи илтрĕ те, ман пата тулама чупса пычĕ. Ст. Чек. Тырăсене çил туларĕ. Çĕнтерчĕ 20. Ăна туласа пăрахас. II Разомчать, понести (о разъярившейся лошади). См. ĕрĕх. Альш. † Ула лаша вылят-çке, чĕлпĕр кĕске — тулат-çке. N. † Турă лаша тулать-çке, лайăх хăмăт ытать-çке. N. † Хура вăрман урлă эп каçнă чух хура лаша тула пуçларĕ. Шел. II. 64. Тăвайккинчен аннă чух пуçларĕ лаша тулама. КС. Лаша туласа карĕ. Хурамал. † Укăлча хапхинчен тухнă чухне кӳлнĕ лаша тула пуçларĕ. ЧП. Хура вăрман виттĕр тухнă чух хура лашу тула пуçларĕ. Альш. Таçтан туласа килнĕ, тет те, кусем, хĕресе пырса перĕнсе çакланнă, тет. Ой-к. Хай çĕлен (змей) Иван патне туласа пыч (яростно, сердито) те, калать: çап мана, Иван, малтан, тет. Ск. и пед. чув. 9. Сехри хăпса тухнипе урхамахăм сикрĕ те, илчĕ кайрĕ туласа, пĕр енелле çавăрса. || Вертеться сильно (о крыльях ветряной мельницы). Изамб. Т. Шăтăр-шăтăр арман сасси, арман туласа каймас-ши? Ib. Арман вăйлă çилпеле туласа каят (начинает быстро вертеться). || Бушевать, дуть (о сильном ветре). N. † Вăрман варĕнче çамрăк çăка, çил туламан кун иртмес (не проходит дня, чтобы буря не гнула ее). Никит. Çак вăйлă çил сирĕн пӳрте туланă пек, сире тулаççĕ, сире турткалаççĕ (коштаны). N. Кĕçĕр çĕрĕпех çил туларĕ (бушевал). N. † Урам варĕнчи хурăна çил туламан кун иртмес. Тюрл. Ай-ай çил паякăн питĕ тулать (сильно. дует). КС. Тăвăл туласа карĕ (о порыве бури). СТИК. Çавраçил туласа иртсе кайрĕ. (Гов. о вихре). Турх. Çил урнă пек туласа, хăвăрт иртмест, чарăнмаст. || В перен. знач. Юрк. Пĕрне пĕри тулаççĕ. Треплют друг друга. Ib. Пĕрне пĕри туланине, çаратнине те курмаст. || Грабить, силой брать, отнимать. N. Ĕçленĕ ĕçне ют çынсем туласа ан илччĕр. N. Тĕрĕс мар çине ан шанăр, туласа илме ан ĕмĕтленĕр. Юрк. Памасан, пурĕ-пĕр туласа илетĕп.

тулаш

беситься, злиться, грызться. СТИК. Касмăкри йытă луш çĕртенех тулашся тăрат (попусту беснуется, лает, злится). N. Ку улпутсем пĕр-пĕринпе йытăсем пек тулашса пурăннă. N. Вăл çимĕçсене кайран ик-вис кун пĕтĕм касăра анчăксем тулаша-тулаша çиеççĕ. КС. Йытсем тулашаççĕ. Çĕнтерчĕ 35. Э-эй, иртет. Ăйăр та кастарна чух хытă тулашать те, кайран чиперех çӳрет-çке. Шел II. 34. Авалхи пек тулашмĕç. || Бушевать. ТХКА 103. Вăрман янăрать,— сĕм вăрман кашлать, сĕм-вăрман тулашать. || Расстраиваться (о желудке). N. Ăш-чик тулашнă чухне? ПТТ. Ăш-чикки тулашнă енне уласа йĕрет (от жажды). || Возиться, стараться. Хурамал. Ялан ĕçĕпе тулашать, пĕрре те чарăнмасть (все старается, возится). Пшкрт. Толашат часрак тумашкăн (старается). Ib. Эп толашатăп, толашатăп, нимĕн те статин (= стайĕ)? килмест (неудача). Хорачка. Вой çоклин те хăтланат, толашат, ялпа танак поласшăн. N. Тулашса пурăнап (мучаюсь). Альш. Ирĕксĕр чунĕ тулашат-тăр (им досадно?). N. Чун тулашать (тоска?).

тулăксăр

бестолковый, неразумный. ПВЧ 109. Хура лаша тулăксăр, çул çук çĕртен çул турĕ. N. Усал, тулăксăр çын ачине кирлĕ-кирлĕ мар чухне те пĕр май вăрçать е хĕнет. СТИК. Пулат иккен тулăксăр çын та. Вот бестолковый! Чăв. к. Турă лашам тулăксăр, çул çук çĕртен çул хыврĕ. Ядр. † Ай, тулăксăр тур лаша, тĕпсĕр çĕртен çул турĕ. КС. Тулăксăр çынпа нимĕн те тума çук.

тулла

(тулла), то же, что тула. СПВВ. Шорк. Лаша кĕлтене толлать. Лошадь треплет и теребит сноп. КАЯ. Виçсĕмĕр çитсе тăрса хăпартăмăр (т. е. карта çине), акка такăнса ӳкрĕ те, урнă йăтă çитсе тулла пуçларĕ. Сунт. Униçĕм Хватее тулласа илнĕ хыççăн йĕнерчĕке юсакаларĕ те, урапа çине сиксе ларса анасем урлах чуптарса çул çине тухрĕ. Сред. Юм. Арман тулласа кайнă. (Гов. когда во время сильного ветра крылья мельницы вертятся быстро). Кан. Сасартăк çил йăвăçсене тулласа тăкса хăварать. N. Тулласа çур, коли (полено) с краев. || Ругать. Кан. Егорăв Конькова тулланă. Ib. Буржуйсен хаçачĕсем тем-те-пĕр каласа туллаççĕ. Капк. Выльăхне туллать, пурнăçне чăмлать (нушта).

тулли

толли (туλλиы, тоλλиы), полный, наполненный до краев. Шинар-п. Сасартăк манăн атте кил-хушшинчен чупса кĕчĕ те, пӳртри тулли витрене йăтса туха пуçларĕ. N. Çавăнпа вĕсен çурчĕ те тулли курка пекчĕ. Янш.-Норв. Стел çине пĕр тулли витре сăра лартаççĕ. Собр. † Тулли хуран çаксассăн, нумай çиет тииĕççĕ. N. Шкулсем рурте, хурт вĕлли пек, тулли тăраççĕ. Кратк. расск. 15. Пĕр хăмăл çичĕ тулли тутă пуçах кăларнă пек. СТИК. Ку хĕрарăм тулли çӳрет (çак хĕрарăм тулнă, беременная). N. Кĕрӳсем тумланнă вăхăтра пӳртре кĕтсе лараççĕ, тулли япаласемпе, ĕçкĕпе (scr. ĕçтепе). N. Сĕтел çине тулли япаласем лартаççĕ. Юрк. Мĕн ĕçпе çакланасси-мĕнĕ, леш тĕнчере пурăннă чухне çынсене эрех ĕçтернĕ вăхăтра, кирек хăçан та эрехе шеллесе черккене нихçан та туллиех тултармастăмччĕ. Авă çавăншăн çакланмарăм-и, тесе калат, тет, хăй. Регули 1290. Толлиах толтартăм, толлиах виçсе пачĕ. Орау. Манăн çăварта туллиях шывччĕ, эпĕ нимĕн те калаçаймарăм. Янтик. Пӳлĕмĕнче кĕнеке тулли хăйĕн. N. Халăх хурал пӳрчĕ туллиех. ЧС. Çав кил-хуçийĕн авăн картинче тулли ăвăс ларат. || Полно. Якейк. † Орам толли сăран атă, ман сăран атă йолас çок, тăван ати йолмалла. (Солд. п.). N. Кĕлет тулли çĕр улми выртать, сакай тулли çĕр улми. БАБ. Пӳрт тулли ача, урай тулли путек, сакă тулли тӳшек. (Моленье „Чӳклеме“). Альш. Аннен ачаш чунĕ эп, çӳпçи тĕпĕнчи пирĕ эп, аслă пӳртĕн тулли эп. ЧС. Çулçа çăвар тулли тултара-тултара çие пуçларĕ, тет хайхискер. Сред. Юм. Ăсĕм патне пӳрт толли çын пырса толнă. У них полная изба народу. Ib. Çырма толли йывăç лартса тохна. По всему оврагу насажены деревья. Собр. † Пурçăн туттăр пуç тулли, пирĕн тăвансем куç тулли. Б. Олг. † Торта та толли тор лаши, тортин те тортмин хунь çинче, хорама пĕкĕ хоçăлмĕччĕ; ыраш хăмăл çуттипе киле пер çитрĕмĕр; çичĕ çохрăм вăрманне аран пер тохса çитрĕмĕр — атан атрĕ. Якейк. † Торта та толли хора лаша, айăм та толли хора çона, çонам та толли хора хĕр. Кубня. † Хура варлă тутăр, ешĕл çӳçе, çыхсан-çыхмасан та, пуç тулли. Савнă тантăш хура куç, курсан-курмасан та, куç тулли. N. † Аттепе анне кӳме толли, вырăсла пиçхи пилĕк толли, француз тотри мăй толли. ПВЧ. 126. Çийăм тулли пуставăм, квак пĕлт пулса шуçтăр-и? Абыз. † Симĕс пиçихи пилĕк тулли, пирĕн йăмăксам куç тулли. Ерк. 54. Пурçăн вĕçлĕ алшăли, икĕ сурпан пек ик енчен — парне çакрĕç пӳ тулли ула лаша çилхинчен. Бгтр. Куçăм тулли пичем пур, куçăм хыçне тăрсă юлчĕ. Ау 393°. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. N. ЧП. Ăйхăм килет пуç тулли. || Нагруженный (воз). ЧС. Тулли лав (полная подвода) тĕл пулсассăн. N. Теччĕ çулĕпе пире хирĕç тулли лав пырат. По тетюшской дороге едет нам навстречу нагруженный воз. || Груз, нагруженный воз. Курм. Толлипа каяççĕ. Якейк. Толлипа пыр (нагруженным возом, пошăпа — без поклажи). || Налитые бабки. N. Туллисемпе выляс, играть в бабки налитыми.

тулхăр

(тулhы̆р), фыркать (о лошади). N. Кĕсре тулхăрчĕ. ТХКА 102. Тискер кайăксем тулхăраççĕ. СПВВ. Тулхăр; тăлхăр, лаша тăлхăрать; лаша тулхăрать, çил тулхăрать. Тюрл. Лаша толхăрать. Ib. Мĕн толхăрса, шăмарса çӳретĕн. Сред. Юм. Лаша толхăрать (фыркает). || Кипеть сильно. Полтава 54. Вĕри шыв пек тулхăрса, вăл ĕç вĕрет халь ĕнтĕ. „Давно замыслили мы дело, теперь оно кипит у нас“. Ib. Ыр савăтсем эрехпе, тулли кăпăк тулхăрса, шăтăртатса ларнă чух („полны вином кипели чаши“). N. Хăш чух питĕ тулхăраççĕ те, çавăн чух ăш вăркать. || В переносном знач. Ерк. 169. Кĕç! пиччĕшĕ вăл тулхăрнă вăхăтра илсе пычĕ çĕр нӳхрепрен урхана. Сред. Юм. Тем полнă она паян, пĕр май хăй тĕллĕн толхăрса çӳрет хăй (ходит сердито).

тум

том, одежда, костюм. Изамб. Т. Унăн тумĕ аван. Альш. Ман тумланма тум çок. Баран. 5. Хуçа арăмĕ хура куçлă, шурă питлĕ, çап-çамрăк, лайăх тумне тумланнă. ЧП. Тум тăхăнакан çулта шăнман. Ст. Чек. Шыва кĕтĕмĕр те, ман Хăрхăм ман тума тăхăнса ячĕ, манран малтан шывран тухса (тарчĕ). Тим. † Шурă калпак ярапи пыл çинче, пуян хĕрĕ-ывăлĕ тум çинче. Юрк. Тумланнă тумĕсем ытла илемлĕ пулнă (у них). N. Темиçе пин çын пит илемлĕ тумĕсемпе вĕсем тавра йĕрки-йĕркипе тăнă. Альш. Мĕн пур илемлĕ тумне тумланса хваттерне пуçтарăнаççĕ. (Хĕр сăри). N. Ытлашши ан иртĕн тум пулсан. Изамб. Т. Исампаль çыннисем тумĕсенчен тĕлĕнсе тăраççĕ. Капк. Вăл ăна (жену) сыватма йĕрсем йĕрленĕ. Анчах, йĕрри ун питĕрĕнсех пынă. Таса йĕр çине пылчăк тум тытнă. || Сбруя лошади. Юрк. Тумлантарнă тумĕсем: пукрешкелĕ хăмăчĕсем, чĕн кутлăхĕсем, чĕн йĕвенĕсем, чĕн тилкеписем, туртисем, пĕккисем — пурте йăлтăртатса анчах тăраççĕ. || Кн. для чт. 163. Пĕр-пĕр шапана пысăкрах хурт çăварне лексен, вăл ăна малти тумсемпе тĕртет. || Красота (жизни). Ир. Сывл. 39. Пурăнăç тумĕ — умăм пулчĕ.

тумлан

(тумлан), одеваться, наряжаться. Чăв. й. пур. 21. Хăй пит тумланса çӳре пуçланă. Юрк. Çул енĕпе тупăлха, çулсеренех тумланат. Альш. Тумланса, çыхăнса тăраççĕ тухмашкăн (готовятся к выезду гости). N. Урăхла тумланчĕ. Переоделась (чтобы ее не узнали). Сĕт-к. Йосу томланнă. Прилично одет (акăш-макăш). || Обзавестись одеждой. N. Кăçал эпĕ лайăх тумлантăм, пĕр-ик-виç çул нимĕн илмĕсĕр пурăнма пултаратăп.

том

(том), дом. Б. Олг. Каран пер шохăшларăмăр (задумали) мочи панчен орльма. Орльтăмăр, хамăр тома тохрăмăр. Ib. Килчĕ конта, Тотаркассине, том лартнă çырма хĕррине. N. Пичи хĕрĕ том шырать, ойăрса пама килирăн-и эсĕ. Шорк. Том, дом. (употребляется обыкновенно, когда говорят про городские дома: „онăн холара том пор“). N. Анчах тумсене салантăмăр (разошлись по домам). Синерь. Авиçа: унта пĕр пăхăр тум курăнать, тесе калать, тет. Ăмăрт кайăк калать, тет: çав пирĕн акайсем. Никит. Ати тумĕ сала пак. Чебаево. Пирĕн ял пысăк мар, унта çирĕм пиллĕк тум анчах.

тум-хаяр

назв. болезни. Ст. Чек. Тум-хаяр — ăш чирĕ; ăш ыратат, çынна вĕлерет, кăвапаран пăрат. Ăна тӳрлетме вĕрсе аппаланнă. Пыл аван, лаша пăхĕ шыв çине ярса ĕçтернĕ, хаяр-курăкĕ вĕретсе ĕçнĕ. Хаяр çырли аван, сиплĕ тенĕ. Ib. Тум-хаяр = час килекен чир (ăша питĕ ыраттарат). Ib. Хытă вăрçнинчен тум-хаяр, çын çилли ӳкет, тенĕ. Ib. Тум-хаяр пуçа хĕстерет, ăш ыратат. Ешлĕсенкер ватса яраççĕ; час каяс пулсан, хăстарат; час каймалла мар пулсан, вар-виттие каят, анчах малтанхи пек ыратсах çӳремес, пĕр икĕ эрне ыратса çӳрет. Ib. Хаяр ути ĕçсессĕн тум-хаяр пулмас, тет. Ib. Тум-хаяр; (унтан) уйрана тăвар ярса ĕçеççĕ. Ib. Тум-хаяр куç татăлат. Ептрел. Çилпе тивнĕ тум-хаяр, болезнь, полученная под влиянием чьей-либо ссоры. N. Хура пĕлĕт айĕнче хура хĕр; хăçан çав хура хĕрĕн çӳç пĕрчи çине пырса пулĕ тум-хаяр, çавăн чухне тии килес пултăр çак (ят) тум-хаяр. (Из наговора). КАХ. Тум-хаярне пирĕн тавраша ан яр. См. хаяр. N. Иртĕхсе çие-çие, тум-хаяр чир те тупăн. Paas. 172. Тум хаярĕ.

тум-хаяр-курăк

назв. раст., вороний глаз. Рак., Кайсар № 59. Тум-хаяр-курăк (çырли) вăрманта ӳсет (З ягодки). Тум-хаяр ӳксен, курăкне-и, е çырлине вĕретсе çиеççĕ. Çырлине ахаль те çиеççĕ. Слеп. Тум-хаяр-корăк; хаяр вăрăнсассăн, çын чĕрĕлет. Кайсар. Тум-хаяр курăкĕ çулçи хăва çулçи пек тăватă çулçи тăватă енелле каят. Çула унăн çырли пулат. Ăна, кăкăр шăмми айне хыта кĕрсен, вĕретсе ĕçеççĕ. Якейк. Тум-хаяр-корĕк халсăр полсан параççĕ. Пĕртен пĕр çырла анчах полать (черная ягода, geranium).

томтер

(томдєр), то же, что тумтир. Пшкрт. Сан çийĕнте мĕнĕ пор? Только пĕр çĕтĕк томтерĕ пор.

тун

отказаться от истины, отрекаться от своих слоп. КС. Ман укçана тунчĕ. Отрекся от долга. Ст. Чек. Тувнă, присвоил и отрицает присвоение. Ib. Ман лаша укçине тунчĕ. Собр. Пĕр-пĕр çын, çынтан япала мĕн тунсан, вилсессĕн, чĕрçипа çĕклесе сĕнсе çӳрет, теççĕ. N. Пурте туниă. N. Ман ятăмран тунмарăн. Тунаспăх, отрицательный.

тонк

(тоҥк), подр. звонкому удару. В. Олг. Пĕр арăм кĕпе çапат, темĕскер тонк, тонк, тонк! туат (тонклаттарат). || Подр. мгновенному напряжению. Тюрл. Аллине тонк тăратнă. Поднял руку, вытянув до отказа. См. тăнк.

тунсăх

тонсăх (тунзы̆х, тонзы̆х), состояние скуки, употр. чаще в ф. дат. п. в нар. смысле: в охоту. Зап. ВНО. ЧП. Инçе çĕрте пĕр тăванăм пур, калаçаттăмччĕ пĕрре тунçăха. Микушк. † Пӳртĕр çумĕнчен çул иртет, тунсăх мар-тăр шăнкăрав сассинчен. Час-час килетĕп, час каймастăп, тунсăх мар-тăр эсир пиртен. N. † Пӳртĕрсем çул хĕрринче, тунсăх мар-тăр шăнкăрав сассинчен; ир те килеп, тăван, каç та килеп, тунсăх мар-тăр эсир ман сасран. СПВВ. Инçе çĕрте пĕр тăванăм пур, калаçаттăмччĕ пĕрре тунсăха. Хурамал. Çуртăрсемех çӳлĕ, урамăрсем аслă, тунсăх мар пулĕ шăнкăрав сассисем; иртсех те килеп, каç та килеп, тунсăх мар пулĕ, тăвансем, эп сире. N. Вăл кĕнекесем пире пит тунсăх, çавăнпа эпĕ вĕсене тем пек ĕмĕтленсе тăратăп. N. Хура çăккăр мана тунсăх (я долго не ел его с наслаждением). Орау. Вĕсем, нумайранпа аш çименскерсем, тунсăха путенесене пит нумай çинĕ. Сред. Юм. Тонсăха пĕр апат йорать ô. Изредка ладно и это кушанье. Альш. Тунсаха юрат. Сред. Юм. Тонсăха пĕрер апат тинкĕле те йорать. || Скука, тоска. N. Килĕшĕн хытă тунсăха ернĕ. Очень соскучился по дому. || Скучно. N. Пурăнма тунсăх, теме пуçларĕ, ача килтисемшĕн тунсăхлать, курăнать.

тунсăхла

(тунзы̆хла), скучать, соскучиться, тосковать, стосковаться. Хурамал. Тунсăхлатăп = курасшăн пулатăп, ыйтатăп. N. Аш çиме тунсăхласа, вĕсене (пăчăрсене) пит нумай çинĕ. N. Пит тунсăхланине кура, ăна уллаха чĕнтĕмĕр. N. Эпĕ, пурăнсан-пурăнсан, тунсăхларăм. Ст. Чек. Тетĕшне тунсăхланă; хура çăккăра тунсăхларăм (выражает чувство человека, которое испытывает он, быв долгое время лишен чего-либо и потом получив этот предмет). Альш. Çемьене тунсăхларăм, соскучился по семье. Турх. Сарă ача сарăхать, хура хĕршĕн тунсăхлать. Сред. Юм. Килтисĕне корманни нăмай полать те, тонсăхларăм ĕнтĕ, киле каяс килет. Конст. чăв. Хăйсем питĕ тунсăхланă — эпĕ чăвашла шăкăлтатса калаçнинчен нимĕн ыйтма пĕлмесĕр пĕтĕмпе тĕлĕнсе, савăнса итлесе ларчĕç. Суждение. Ачана пĕччен пурăнма кансĕр пулнă, вăл тунсăхла пуçланă. Питушк. Ах, тонсăхларăм çантан (соскучился), тет. N. Тем тĕрлĕ тунсăхларăмăр. N. Нумайранпа пĕр-пĕрне курмасăр тунсăхларăмăр. См. Paas. 173. СПВВ. МС. Эпĕ тунсăхларăм пӳртре ларса (стосковался).

туп

топ, находить. Регули 1008. Виç кил картинче шыраса топимарăм, тăваттăшăнче топрăм. Ib. 300. Топиччен каймăпăр киле. N. Çтан тупнă эсĕр ку çĕлĕке? Çтан тупрăр эсĕр ку çĕлĕке? N. Она тописан, лайăх полĕччĕ те... Якейк. Онсăр пуçне ку выртма орăх вырăн топиман (не нашел где лечь)? Ib. Онсăр пуçне эс тăхăнма орăх япала топимарăн-и (не нашел что надеть)? Собр. Вăл çĕрĕ мĕн каланине те тупса килсе панă. Сред. Юм. Иккĕн пынă чохне пĕри ӳке парсан, онтан колса: окçа топрăн-а-мĕн? тес вырăнне, тӳрех: топрăн-а-мĕн? тет. Ib. Пире хăйшĕн лава кайма килсе каланă, топрăмăр ĕç вара эпир пориншĕн те лава çӳресен. Янтик. Ах, ун тертне! Мăшкăлать чысти! Ман умран тупайчĕ хăй, кайран хăй умне кайса тăчĕ (нашел на моей лехе, быстро сорвал и ушел на свою леху). Ib. Пыр ярăнсассăн, сăра тупать, теççĕ. Турх. Хăнаху ылхан тупатăн. СТИК. Ун тĕлĕнчен тупăнать. (Гов. про маленьких, если они, отличаясь шалостью, упадут, вывихнут руку, разобьют нос и т. под.). Ст. Шаймурз. Чикрĕм — кăлартăм, чикрĕм — кăлартăм, шурă пуçлă ача тупрăм. (Уйран уçлакан услам çу кăларни). || Карсун. † Ан ӳпкелĕр, тăвансем, эп килнĕшĕн, хăвăр та çапла пырăр хăнана. Тупмăпăр-ши сирĕн сăйăра, тăмăпăр-ши сирĕн умăрта. Ст. Шаймурз. † Ай-хай тантăш пысăк, тантăш пысăк, епле тупаям-ши кăмăлне. || Сосватать. Синерь. Çав тарçа хай Ивана кĕтекен хĕре тупса пама тапратрĕç, тет. || Зарабатывать. Икково. Окçа топа тăрать. Он то-и-дело зарабатывает деньги. М. Сунч. Ун чухне юмăçсем пит нуммай тупрĕç-тĕр. N. Кăçал эпĕ каскаласа вăтăр тенкĕ тупрăм. Регули 1063. Вăл хăва лашисенчен (лашисемпе) окçа номай топрĕ. || СТИК. Ак тупрăм! Ку мана сутса ярĕ. (Ответ отца на наивяое лепетание мальчика: эпĕ, атте, сана, пасара кайсан, сутса ярăп ак, эс мана хĕнетĕнI). || Забеременеть. Шурăм-п. Хунямăш: кин ютран тупрĕ кăна (забеременела от чужого), терĕ. Арăмĕ ача çуратнă, ют çынпа тупнă. || Добегаться, доходиться. КС. Чупрĕ-чупрĕ те, тупрĕ (добегался до худого). Ib. Çӳрерĕ-çӳрерĕ те, тупрĕ. || Родить. ГТТ. Çав вăхăтра аптăраса, çав вăхăтра тин (ача) тупрăм (тупрĕ, турĕ, çуратрĕ). Юрк. Упăшка салтака кайсан 7 уйăхран ача тупрăм. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, ĕрехмет пире тупнăшăн (= çуратнăшăн. КС.). N. Ача тупасси хăшпĕр хĕрарăма питĕ хĕн. N. Вăл ачисене пит йывăр тупать (пит çăмăл тупать). || Получить удар(-ы), побои. Ск. и пред. Чув. 48. Хăй те лайăхах тупса кайрĕ пулмалла. || Юмансар. Хăйне валли туп-а-а çӳрет. Он себе всегда беду найдет. N. Лешĕ топнă корнать ĕнтĕ (налетел на что-то недоброе). || Придумать, изображать. Истор. Шӳт тума юратнă, час-часах хăйĕн юлташĕсене мĕн те пулин тупса каласа култарна. N. Çĕнĕрен пĕлĕмлĕх тупса кăлармалла. N. Пĕр япала пулсан (или: пулнă пулсан), сăмаха тупма йăвăр вара (забудется вследствие того, что стал думать о другом). || Разгадать. Орау. Е паçăр ватă каланă сăмахсене тупас пулать (разгадать слова, сказанные стариком). || Стянуть. Курм. || Заразиться, N. Иртĕхсе çие-çие тăм-хаяр чир те тупăн.

тупăм

то же, что тупă. N. Патерек: ула ута каялла ыйтрăм, тет, анчах Еркиней пĕр тупăм хушрĕ, тет.

тупăн

(тубы̆н), находиться. N. Хăра юлтăн-тăр, çĕрĕ тупăнмас, тесе? Ты, чай, страшно испугался, думая, что кольцо не найдется. N. Пĕр упа вăрман тăрăх мĕн те пулин çимешкĕн тупăнмĕ-ши-ха? тесе шăршлакаласа пырать, тет. || Быть родиму, gigni. ГТТ. Малтанхи (ребенок) çăмăл тупăнмас, кайранхисем аплах мар.

тупкала

учащ. ф. от гл. туп. ЧС. Вара укçа тупкаласа, Шăхасан пасарĕнчен атте пĕр хура сурăх илсе килчĕ. Кан. Туканаш ялĕ акма ыраш вăрлăхне тупкаларĕ. N. Ати утта çӳресе топкаларĕ-халь (заработал).

тупа

кустарниковый лес. Бугурус. Тупа вăрман пĕр çĕртре, тухма çулĕ пулмарĕ.

топак

(тобак), троздь, кисть. Якейк. Якор, пĕр тват-пилĕк топак (çĕмĕрт) прахса пар-ха. Ib. Мана пĕр топак пилеш пар-ха!

Тупах

Топах, назв. д. Тансариной. По преданию, Тупах — брат Кавала, основатель сел. Тупах. НТЧ. Пиртен пĕр вунпилĕк çухрăмра Тупах ятлă ял пур.

тупă

(тубы̆), мяч. КС. Тупă пек пырать (быстро несется). Ст. Чек. Пĕрри туппа шăтăксем урлă куçтарат. Ib. Унтан вара илеççĕ пĕр тупă.

тупă

(тубы̆), пушка. N. Тупă сасси çĕмĕрĕлсе тăрать. N. Тупă хытă пĕтерет этеме. N. Эпĕ тупă патĕнче. N. Пăшал вырăнне тупă çапать. N. Тупă ураписем сĕлĕ пĕрчи пек саланса кайнă. N. Пирĕн виçĕ тупă та татăлса карĕ чăтаймасăр. N. Варшавран тухнăранпа тупă сасси хулхаран кайман. БАБ. Тупă çап = туп атмак(тат.?). Менча Ч. Хĕçĕнчен те пулш сыхлăсăнччĕ, тет, туппинчен те пулин эсĕ упрăсăнччĕ, тет хăй. || Снаряд, бомба. N. Тупăсем ӳке-ӳке çурăлаççĕ. N. Тупă пăрахать (бомбы). N. Тупă килсе ӳкрĕ те, пĕр ушкăн (одно время) хăлха янăрса çӳрерĕ. N. Халь пĕр тупă ӳкет, халь тепре, çырнă çĕрте килсе ӳкет те, ал чĕтресе каят. N. Хĕрĕх пăтлă тупă.

тупăк

, топăк, (тубы̆к, тобы̆к), гроб. Актай. Вара вăлсем ылттăн тупăк туса хĕре кӳртсе вырттарчĕç, тет те, вăрман хĕрĕнчи юман тăрне кайса лартрĕç, тет. Ст. Чек. Тупăк: раньше мертвецов хоронили в деревянных гробах необыкновенной толщины, хырă хăми ĕмĕр çĕрмес-çке, ӳт ан çĕртĕр вара, тесе. ЧС. Тупăк туса пĕтерсен, пӳрте кӳртрĕç те, тĕпне милкĕ сарса ак çапла каларĕç: акă мунчара çапăнма милкĕ паратпăр, терĕç. Унта тата хĕрарăмсем япалисене пурне те хучĕç. Тупăк ăшне вара: пушăт, шĕшлĕ, тата хăй çӳрекен туйине хучĕç. Пушăчĕпе шĕшлине, çăпата çĕтĕлсен, çăпата тума, терĕç; туйипе леш тĕнчере шыв урлă каçмалла, тет, ăна çавăн урлă каçма, терĕç. Ib. Тата пĕр çĕçĕ, шĕшлĕ, вăтăр пилĕк пус укçа, тура хучĕçĕ; вĕсене хунă чух: Митри, çĕççӳпе çăкăр кас, шĕшлӳпе çăпата хуç, укçупа, авланас тесен, авлан, турупа пуçна тура, тесе хучĕçĕ. БАБ. Хура кушака пусса пĕçерчĕç те (колдуньи), тупăк йăвăççи витĕр хĕрĕх те пĕр турам туса çитерчĕç (меня, чтобы преподать тайны колдовства). Сред. Юм. Çĕн çол çĕрĕ кăшши тĕттĕм мунчана пĕчченех кайса, орисĕне салтса, хĕреç хывса, пиçикие салтса, икĕ куçлăх витĕр — пĕрне хыçала, пĕрне омма тытса пăхсан, хăй качча илес хĕре, хĕр полсан, хăй каяс качча корать, тет, тепĕр çĕн çолччин вилес полсан, топăк (scr. топăт) корать, тет. (Старин. поверье). Ачач. Вара каллех, тупăк лавĕнчен юлас мар тесе, хăвăрт-хăвăрт уттара панă. N. Ко вăрçăпа чĕрлех топăка кĕрсе выртас полать.

тупăш

(тубы̆ш), топăш (тобы̆ш), божиться, клясться. Сред. Юм. Иккĕш пĕрне пĕри хошса топăшса пĕтрĕç. Всячески божились, сваливая вину один на другого. Бгтр. Вăл каллях тупăшма тапратрĕ, тет: мана çакăнта ларнă чухнех начарлат (сделай худым), тесе калать, тет. || Спорить. N. Кам малтан çитĕ, тесе, тупăшаççĕ. N. Эпир унпа пĕр кĕренке мыйăрла тупăшрăмăр. В. Олг. Топăшса эреке ĕçни (на спор). КС. Ваттисем тупăшса тавлашма хушмаççĕ. Капк. Хветĕр ятлă ача, пĕр атăçăпа тупăшса, 2 кĕренке пыл çисе янă. || Соревноваться. Шурăм-п. Тырă выракансем тупашса вырнă пек выраççĕ. N. Вар хушшине çитсен тупăшса çырла пуçтарма тытăнтăмăр. N. Пĕтĕм тĕнчипех халĕ кун пек ероплансене тем тĕрлĕ улăштарса тăваççĕ, тата кунĕн-çĕрĕн тупăшса вĕçеççĕ.

тур çырлах

„боже упаси“. Янш.-Норв. Çавăрăнса пăхрăм та: тур çырлахах! Шыв хĕрринче пĕр темĕскерлескер вырта парать.

тур-тур-тур

, тор-тор-тор, слова, выражающие удивдение, возмущение и пр. N. Ой тор-тор-тор, удивленье. Изванк. Пĕр-пĕрин патне пырса ларатчĕç те: ай тур-тур-тур, мĕн тăвас-ши? пĕтетпĕр-ĕçке, пĕр выльăхсăрах тăрса юлатпăр ĕнтĕ, тетчĕç ĕлĕк выльăх-чĕрлĕх чирлеме тытăнсан. (Изгнание мора). Никит. † Виç кукăрта виç варличчĕ, илес теттĕмччĕ, илимарăм, тур-тур-тур. (Свад. п.).

турам

кусочки, крошонка. Байгул. Ăсмассайран турамĕ кĕмес. Собр. Кăмăл турам пĕр турам. (Послов.).

тура-шăл

, тура-шăлĕ, тура-шĕл, количество льна, надеваемое на гребень при прядении. Изамб. Т. Пĕр тура-шăл арласа пĕтерем-ха (кончу). Н. Седяк. Тура-шăл — авăрлама хатĕрленĕ (тунă) сӳс. Ирч-к. Тора-шăлне толса ларнă. Ст. Чек. Кукки тура-шăл кунтипе ашăк илсе тухрĕ. Paas. Тура-шăл, очищенная кудель.

турат

, торат, (турат, торат), сук, пучок, ветвь, ветка. N. Турат çине вĕçсе çитрĕ. N. Эпир турат вĕçĕнче пурнатпăр: паян пур, ыран çук. Ирхи тăм пек. (Из письма солдата царской армии). ТХКА 50. Питрен туратсем çапаççĕ. N. Тураттинчен турама. Сред. Юм. Опте торатран тората яра-яра тытса сиксе çӳрет (перепрыгивает с одного сучка на другой). Ст. Шаймурз. Хура вăрман витĕр тухнă чух çавра çĕлĕк юлчĕ турата. Пазух. Мĕшĕн кĕрлет-ши çав вăрман? Туратран турата ларасшăн, турат тăрринчен çулçă ярасшăн. Трхбл. † Ĕнтĕ вăрман кашлат, вăрман кашлат, туратран турата каясшăн. Ib. Пĕр туратсăр йывăç ӳсмест. (Сутă-илӳ тунă чухне тавара хурлакана калаççĕ). Ib. † Тур(ă)ран килтĕр туратна, туртрĕ-çурчĕ кĕпене. || Прозвище мужч. N. Çав çынна Турат Ваçли теççĕ.

турах

описка, вм. труках, сразу? Н. Хоразы. Юмăçи вара турах пĕр четвĕрт эрех илме хушнă.

турă

, торă, (туры̆, торы̆), бог, божество. Магн. М. 62. Çорт çоратакан торă, ывăл-хĕр çоратакан торă, тырă-пол çоратакан торă, выльăх-чĕрлĕх çоратакан торă, мол çоратакан торă, хорт çоратакан торă, хорç антаран торă, çут кӳлте выртакан торă, торта торри, çут-çанталăк çоратан торă, чун çуратакан торă и мн. др. Качал. Кăвак сухаллă старик, çакă турă пулнă, тит. Шурăм-п. Тыр акакан турра хăтарни. Ĕлĕк пĕр çын уйра (хирте) тырă акнă, тет. Ун патне турă чупса пырса пытанмалли вырăн ыйтнă. Тыр акакан турра вăрлăх пурки айне пытарнă. Вăрлăх пурки çине тăпра муклашки хунă. Турă тырă акакана вăрлăх пурки айне кĕрсе ларас умĕн: эсĕ ку тырра вырма ыранах кил, тенĕ. Тепĕр кунне, турă каланă пек, вăл ани çине çурлапа тырă вырма пынă. Ĕнер çеç акна тырă турă каланă пек пулса çитсе хумханса çеç ларнă. Çавă тырра вырма пуçласан ана çине усал чупса çитсе тырă выракантан: эсĕ çакăнтан турă иртсе кайнине курмарăн-а? тенĕ. Тыр выракан: çакна акнă чух курнăччĕ, тенĕ. Вара усал: эй, ĕнтĕ уна халĕ хăваласси те çук, питĕ аякка кайнă ĕнтĕ вăл, хăвса çитесси пулмарĕ-çке ĕнте ăна, тенĕ. Турă вăрлăх пурки айне пытаннине асăнса хăшпĕр чăвашсем тăпра муклашки хуркаланă. П. Федотов. Ĕçлекен алли çине турă сысман, тет. (Послов.). Ивановка. Вĕсем тата шухăшланă: кашни япалана пăхса тăран хăйĕн турăсем пур, тенĕ. Вăт-кăвартан пăхса тăраканни, выльăх-чĕрлĕхе пăхса усраканни, тата урăххисем те, çак турăсене пăхса тăраканни атте турă, тенĕ. Тата кашни кил-çурта пăхса сыхласа тăраканни пĕр турă пур, тенĕ, ăна хĕрт-сурт тенĕ. Çак турра, çиме тесе, сайра-хутра кăмака умне пăтă лартнă. Пăтă лартнă чухне пурт-çурта пит лайăх тасатнă, кил-хуçисем шур кĕпе-йĕм тăхăннă. Çакна хĕрт-сурт пăтти тенĕ. Собр. † Аслати аватать, çиçĕм çиçет, туррăн турă лаши (вар. тьыхисем) кĕçенет. Ib. Турра ан асăн, сăмсунтан юн юхĕ, теççĕ. (Послов.). Альш. Темшĕн чăвашсем турра ĕмĕрне те пуян тесе, мĕн тесе туман; ялан мĕскĕн, ыйтса-пуçтарса çӳрекен ватă старик пек туса ĕненнĕ. Ст. Чек. Усал: юратнă йывăçна, юратнă çуртна, юратнă çыннăна, юратнă выльăхна кĕрĕп, тесе калат, тет. Турă: кĕрĕсĕн, нимĕн те шеллемĕп, пурне те çапăп, манăн пурте хамăн, çапсан та, пурне те хам илеп, тесе калат, тет. (Из сказки). Орау. Тăрсан-тăрсан, туррине те çӳлтен сĕтĕрсе антарĕç (т. е. люди стали очень хитроумны). КС. Турă пăр çине анни (на лед). Собр. Йăлхавăн турри çывăхра. (Послов.). N. Турă пит çӳлте, патша пит аякра. „До бога высоко, до царя далеко“. (Старин. поговорка). || Святой М. В. Васильев. Илья пророка пирĕн енче папай алттарса çиçĕм çиçтерекен торă, тенĕ. Тăта çăмăр шывне те пĕлĕт çине çавах лашапа торттарать. Илья пророкăн çăвĕпе шыв торттарнăран лаши час ватлать, тенĕ. Çавăнпа ăна çăмăр чӳк тунă чух ĕлĕк лаша панă. || Выражается восхищение или возмущение. Трхбл. Эй турă-турă, хырăм ай шурă. (Присловье, говорят ни к селу, ни к городу, когда нечего говорить). Бюрг. Ах турă кусене (ах чтобы их)! Хырăмĕсене тăрантараймаççĕ, вĕт, çаксем? Часрах ăсатса ярăр (шептание старух при входе священника). || В чувашизмах КС. Турă куртăр, брань. КС. Турă куртăр — проклятие („пусть бог принесет чувствительный вред“). Слеп. Торă пĕтермен; торă татман пуçна; торă татса кайман. Цив. Торăран килешшĕ; торăран килмен пуçна, торăран килтĕр, торран килменскер! (брань). Тюрл. Ах тора çапашшĕ, тĕнкене хăртрĕ, тет (тертленсе калать). N. Торă çапманскер! Хăççан торă пуçна çапса кайĕ-ши? Хорачка. Торă чоклатăрай сана хăнча полин та. Ядр. Торă çапаш, торă таташ, торă чохлаш (пусть припомнит). || Икона. Коракыш. Ха, пирĕн паян çĕн турă илнĕ нихак, тет. Сред. Юм. Турăпа çӳренĕ чухне ватти-вĕтти мĕнĕпех хыçалтан çӳреççĕ. Абаш. Пăхăр торă топнă (медную икону). Янтик. Турăпа çӳреме тухнă (ход с иконой).

турă амăшĕ

назв. божества, „божья матерь“. N. Пӳртре ларать, тет, пĕр карчăк; вăл карчăк пулнă, тет, турă амăшĕ N. Çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, турă хаяр амăшĕ, чун пӳрен турă амăшĕ. Яргуньк. Рак святой пулнă, тет, а майра турă амăшĕ пулнă, тет. || Икона „божьей матери“. Изамб. Т. Турă амăшĕ малтан çавăнта чарăнать (остановится), терĕçĕ. N. Торă амĕш аннă çĕре хĕрсем нăмай аннă (прибыли), терĕ полас..

турăх

, торăх, (туры̆х, торы̆х), кислое молоко, варенец, простокваша. N. Турпас пек урпинчен турăх пек сăра турăм. Юрк. Пĕçертсен, сивĕ турăха та вĕрсе сыпăн, теççĕ. (Послов.). N. Кĕркуннехи турăхне кĕрӳшĕнчен хĕрхеннĕ. ЧС. Унта мана Макçăм амăшĕ хăймалă турăх çитерчĕ. Нюш-к. Вăл турăхпа çăкăр çиет. Ib. У çын нӳхрепĕнче пĕр катка турăх ларать, тет. Вомбу-к. Торăх йӳçĕтсе, вĕретмесĕр тăваççĕ. ЧП. Турăхпа çăкăр çийĕпĕр.

торăх чĕресси

челяс, в котором квасят „турăх“. Панклеи. Тилĕ пĕр яла кĕрсе кайнă та, пуçне торăх чĕресси ăшăнче лапăртаса кашкăра хирĕç тохать.

турăш кĕтесси

божница, тябло. Изамб. Т. Турăш кĕтессине пĕр-ик йĕркерен (снизу) пĕр-икĕ пус укçа хурса хăвараççĕ.

турки

, торки, (турги, торги), торги. N. Лерен ирĕк парасса кĕтмесĕрех, вăл 5057 тенкĕ тăракан çурт планне тутарнă та, торкипеле пĕр хуçана çурт тума тытнă. Четырлы. Старшинасем килсе торкипеле сутнă. Б. Олг. Торки полчĕ, торки тăрчĕ. Илчĕ пĕр телян, пилĕкçĕр алă тенкĕ парчĕ.

туркăлла

по-турецки. Конст. чăв. Вара эпĕ çыру çырса ятăм, çыруне пĕр енне туркăлла çыртартăм.

турт

, торт, (турт, торт), тянуть, притягивать. Сунт. Ермолайĕв алăка хăлăпĕнчен туртарах çĕклерĕ те, алкум алăкĕ часах уçăлса карĕ. Панклеи. Вăрă-хорахсем çавăрнса пырса алăка тортса пăхаççĕ — алăк уçăлмасть. Якейк. Вĕрен, килкепе явса пĕтерсен, она, якалтăр тесе, пăтаран çаклатса, пĕре пĕр вĕçĕнчен, тепре тепĕр вĕçĕнчен тортаççĕ. N. Хапхана турт-турт — уçăлмасть. || Тянуть (о трубе). N. Кăмака темĕшĕн туртмас. Орау. Темĕскер туртми пулчĕ (не тянет в трубу что-то; гов. о самоваре). || В перен. заач. N. Улпутсемпе савăт-хапрăк хуçисем хăйсем майлă туртаççĕ. N. Вăл ăçта туртнă, унталла каять. Кăмăлĕ туртнă хыççăн каймасть. ЧП. Эпĕ кунтан кайсассăн, шухăшăм атте килне туртат-çке. Пазух. Патшаях та çурчĕ — чул хула, чул хула та пулсан, чун туртмасть. Юрк. Ирĕксĕр тенĕ пек çыннăн кăмăлĕ ырра туртнă енне çаврăна пуçлат (где лучше, туда). НИП. Юн туртать (из-за убийства происходит вражда). || Тянуть к чему-либо. N. Хытă çĕрте çывăрма вĕреннĕ те, çавăнтах туртать. || Дергать. Ст. Чек. Лашана çиленсе тилхепе те туртман. М.-Чолл. Аллине тăсрĕ те, йĕвенне туртрĕ. Якейк. Кĕсле каланă чох вăл хĕлĕхсене аллисампа тортать (музыкант). Орау. Кантăрисене туртса салтмалла çыхаççĕ. Собр. Тĕкме витĕр йыт туртать. (Кĕнчеле арлани). Сред. Юм. Тортса салтмалла çыхăр. N. Атăсене аран сĕтĕретпĕр; туртса тухмас, пĕтĕм тăм анчах. Б. Яныши. Кăвакалĕ: тортас-çакас лакартакран, терĕ, тет. Тораево. Пурис пичин пурни куккăр. (Кантăра туртнă пăта). || Выдергивать, вытаскивать. Альш. Капан тăррине курак-чакаксем туртса пĕтерчĕç. N. Айĕнчен-çийĕнчен туртса, утмăл купа капанĕ тунă, тет. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ капан патне кайса çăварпа улăм пĕрчи туртаççĕ. || Одернуть. Якейк. Сан ӳт корнать, кĕпуне торт (одерни). Ib. Ача, кот хыç тортса яр-ха (одерни мне рубаху сзади). || Драть (за волосы). Тайба. Т. † Хĕр, савнине каяймасач, çӳçне туртса йĕрет улăхра. || Ударить, вытянуть. Кан. Чăпăрккапа çурăм урлă туртрăм. Сикрĕ те (лошадь), туртана амантрĕ. Исаково (Цив. р.). Ах, Ивана ашшĕ пушăпа туртрĕ. Норус. Пере (= пĕре) лашине туртса çапрĕ, тет, унтан лаши вĕçнĕ пек карĕ, тет. Альш. Ураран пĕр-иккĕ туртас (вытянуть кнутом). КС. Пушăпа çурăм тăрăх туртрĕ. || Дергать (о боли). В. Олг. Шăл тортать, болит зуб. (у КС — моментальная боль). N. Шăл тымарĕ туртсан, ыратать, шăл туни шыçса каять. Б. Олг. Хол тăрăх тем чирĕ тортса кайрĕ, тет, витрех ыратса карĕ хола тăрăх. Ib. Чăрпоç кокрашкине шăнăр тортса лартрĕ. Якейк. Соранлă алла çыхса лартрăм та, питĕ хытă тортать (дергает). Альш. Хăлхана туртса ыраттарат (боль). Синьял. Пуç туртса кайсан: кам мана çиет ĕнтĕ, теççĕ. || Втягивать. О сохр. здор. Сăмсана чей курки çине пĕр чĕптĕм тăвар ярса ирĕлтернĕ ăшă шыв туртас пулать. Шурăм-п. Сăмса-юхи (сопливый) манкине шалалла туртнă. N. Мана йытă тени чăтмалла мар хур, тутупала каланине сăмсупала турт. || Перетянуть. БАБ. Тенĕр ирччен юрĕ туртса кайсан, тепĕр çул тырă начар пулат, текенсем те пур хушăран. || Обтягивать. N. Тимĕр торт (обтянуть); тол торт. || Затягивать. Шорк. Чӳлĕк тортса пар-ха. || Подвинуть. Сĕт-к. Стеле кĕт торт. Юрк. Çав сĕтелне лартаççĕ маларах туртса, ун йĕри-тавра çаврăна пуçлаççĕ. || Везти, тащить. ПВЧ 104. Мăн çул çинчи тусанне хура тур лаша туртас çук (не увезти). Кан. Лаша туртса çитерсен, пĕтĕмпех тиетпĕр. М. Етмени. Тортаканĕ ларса пыраканне йоратмаçть. Везущий не любит везомого. Никит. Пĕр сухине туртрĕç те, уя сухалама карĕç (девки). || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: турт, тесе сĕнеççĕ. Ib. Качча кайнă хĕр амăшĕсем патне сăрапа пырсан, пичкине пӳрте йăтса кӳртиччен, сăрине анинчен çĕр виттĕр ĕçеççĕ, ăна: çĕрпе туртас, тиççĕ. Ск. и пред. чув. 19. Шыва ланкартаттарса тутисемпе туртаççĕ. || Впитывать, втягивать. Якейк. Хот чернила тортса илет. Орау. Губкă шыва хăй ăшне туртса илет. Губка впитывает в себя воду. Ib. Тип хăмăш шыва хăй ăшне туртса(ĕмсе) илет; пирĕн енчи чăвашсем çавăнпа чӳрече çинчи шыва ĕмтерсе илме пĕрер ывăçăн-пĕрер ывăçăн çыхса ал-лапки тăршшĕ татаççĕ, вĕсене чӳрече çине лартаççĕ. Хора-к. Выртан каска шыв тортать. || Курить. Изамб. Т. Çынтан туртса вĕренсе каяççĕ ăна. N. Ачалла чĕлĕм туртмалла мар. Не нужно курить с детских лет. Орау. Чĕлĕмне туртса ярчĕ (закурил). N. Тортнăпа тортман пĕрех. || Нюхать табак. N. Сăмсана тортать (нюхать). N. Тапак тортат (нюхаю). || Манить. Альш. Çĕлĕкпе туртрĕ (манил). КС. Мана пĕр çын çĕлĕккипе туртса чĕнчĕ (манил). || Выносить, вытаскивать. Орау. Хĕрарăм килтен юта япала туртсан, пурнăç каялла (или: кутăн) каять, тит. || Натаскивать, подтаскивать. Ала 107. Шăши та хăйне валли шăтăкне мырă тортать, тиççĕ. Ib. 98. Часрах нӳхрепсем ту та, нӳхрепсемшне тырруна торт. Богдашк. † Туртасси пур пĕр кĕлет, туртăпăр та татăпăр. Ядр. † Алтăр тулли аш туртрăм, вăртах пычĕ, чӳлĕк туртрĕ. N. † Янавар укçи турпас мар, туртмассейрен çу юхмаçт. Б. Олг. Кайсассăн (на свадьбу), ачасам она хĕре ташлама тортаччĕ. Юрк. Ют çынсем ăна сиссе, манахсем пуçлăхне вăрттăн систернĕ: сирĕн монахсем çапла-çапла çăл шывĕ вырăнне витресемпе эрех туртаççĕ, тенĕ. || Весить. Г. А. Отрыв. Пĕр 12—13 кĕренкке йăвăрăшĕ туртнă пуль. || Пилить. Сятра. Ме тортмастăн (или: татмастăн)? Что не пилишь? Панклеи. Эпĕ çиттĕрм те, йоман тăрне хăпарса, пăр тората кăчăкăпа тортма тапраттăрм. || Грести. N. Тырă туртмалли кĕреçе (на мельнице), пĕтернĕ чухне унпа тырă туртаççĕ. Якейк. Орапа е çона çине утă е олăм тяса (= тиесе) лартсан, вăл тăкăнса ан пытăр тесе, çакăнса тăракан ута креплепе тортаççĕ, татаççĕ. || Черкать, подчеркнвать, зачеркивать, проводить линию, прочерчивать. N. Турта-турта хурасран хăрарăм. Я боялся, что он перечеркает. N. Çырнă сăмахсене айĕнчен турт (подчеркни). || Затягивать, запрягать. Карсун. Эп чупрăм та антăм килелле, и туртса та кӳлтĕм торă утма. Янтик. Хура турă утсене туртса кӳлме юрĕ-ши? Турта тулли тур лаша, туртса култĕм туртана. || Заволакивать. Якейк. Ир уярччĕ, халь пĕтĕмпех пĕлĕт тортса илч. Н. Уз. Çанталăк улăшăнчĕ, пĕлĕт туртрĕ. Собр. † Уйăхсам тĕлне пĕлĕт туртсан, пире асăнмасăр ан тăрăр. || Обшивать, вшивать, вплести, обтягивать. Янтик. Белая Гора. † Саратăв енчĕк тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Альш. † Тулĕсене пурçăн туртăр-а (у енчĕк’а). Собр. Касански хĕрĕсен пурни пурçин турта-çке, ури пире тапа-çке. Лашм. Пĕчĕкçиççĕ çăмха — сар çип çăмхи, ан çухатăр — пиçиххи туртăпăр. К.-Кушки. Туртнă пиçиххи (на пальцах плести шнурки; так делают „йĕм кантри“). || Облепить. Чхĕйп. Тата çăпата кантринчен кăшт пĕчĕкрех пĕр вунă хăлач çип пĕтĕрнĕ те, уна ăвăспа туртса, çурта пек çунакан тунă (делали). || Спать крепко. Икково. Апат çисан, ну ыйха тортатпăр (нумай çăвăратпăр). || Затянуть песню. Ир. Сывл. 6. Ян-ян кĕвве паянах туртса ярар çĕнетсе. Ib. П. Туртрĕç-ячĕç çĕн юрра (затянулн новую песню). Ib. 26. Хăйĕн çемçе чĕлхипе туртса ярать юррине. || Волочить, подтаскивать. || Отводить. Тим. Чĕлхерен йăнăш тухсассăн, айăпа туртас ан пулăр.

туртăм

(-лы̆м), полоса, линия. || То, что по силе везти. Тюрл. Лаша тортăмĕ тиесе килтĕм. Альш. Пĕр лаша туртăмĕ пек пур унта (сколько можно увезти за раз на одной лошади). || Пучок. Сред. Юм. Пĕр тортăм çип, один пучок нитки. || Дальняя родня. Рааs. 175. N. Туртăм, род, племя.

туртса антар

стащить, спустить, свалить. Кан. Вĕренпе кăкарсах арман çунаттине туртса антарчĕ. Перев. Унтан çаннине тавăрнă, хăй икĕ питлĕ çĕççине илсе хăйранă та, кĕсрине туртса та антарнă. Сюгал-Яуши. Так çывăрса кайсан, лашасем патне кашкăр пынă та, пĕр ăйăра туртса антарнă. М.-Чолл. Унччен те пулмарĕ, кашкăр лашана туртрĕ-антарчĕ. Орау. Хай мăн пуç персе те анчĕ, пуçĕ туртса антарчĕ пуль ăна?

туртса çӳре

возить. Орау. Мана çунапа туртса çӳрĕр-ха (покатайте, повозите). N. Вылятьчĕ вара ачасемпе пĕр-пĕрне туртса çӳремелле.

турта

, торта, (турда, торда), оглобли. N. Урапа турти ваннă та, турта илтĕм. К.-Кушки. Туртасене çуна çумĕнчен сӳтсе ил. Выверни оглобли из саней. Ib. Çунана турта пăр. Вверни оглоблю. Изамб. Т. Малти тĕнĕле икĕ турта тăхăнтараççĕ. Б. Нигыши. † Тимĕр çуна кăмăлне хура турта хутăмăр. ПВЧ 79. Хорнтан торта хорăттăм, хоппине те сӳмĕттĕм. N. Турта лартни. Шорк. Çона тортине аран пăрса лартрĕ. Ib. Çона тортине сивĕре, пĕр шăнса ларсан, сӳтсе кăлармалла та мар. Ib. Орапа торти шăтăкĕ пĕчĕккĕрех полнă та, аран кӳртсе лартрăм. Ib. Тенел çине смала толса ларнă та, тортине аран кăларса илтĕм. Урмаево. † Çакă туя килмессе турта вĕçне карт картнăч, ати татса пăрахнă, астумасăр килтĕмĕр. Янтик. † Турта тулли тур лаша, туртса кӳлтĕм туртана. Якейк. Торта толли кӳлсе савăнмалăх. Сĕт-к. Торта толли тор лаши, торта тăрăх мĕн пăхан? ĕлĕкхи тантăш çак тетни? Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. || В перен. см. Ст. Чек. Турти кĕске, тапат (гов. о вспыльчивом). Н. Седяк. Çирĕк турта вăл, кĕрĕкне час тавăрса тăхăнать (çак сăмахсене час çиленекен çын çинчен калаççĕ). Сред. Юм. Час çиленекен çынна: торти кĕске, теççĕ. Ib. Тортаран тохать. Не может говорить на одну тему. П.-Пинерь. Хăш çыннăн турти кĕске. (Послов.). Собр. Айван çыннă(н) турти кĕске, теççĕ. СТИК. Час çиленекен çынна: туртисем кĕске, теççĕ.

турта яв

делать оглобли. Юрк. † Çутă кӳллӳ тавра тупăлха йывăç, пĕр тăррине касрăмăр, турта яврăмăр.

торхантай

назв. духа. Б. Олг. Ĕлĕк авал (лет 30—25) осал туса порнса торхантай торрипе Екремре пĕр çын çортапа. Вăл çортапа осал туват, çын вилет. (Торхантай торри — киремет).

турханти

(турhан’д’и), назв. духа. (Ему варят пивов маленьких кадочках, бросают свечи, яйца, хмель, солод, в лесу и оврагах. Он будто бы появился после киремети). Шарбаш. Б. Яныши. Çав вăрман патĕнче Торханти ятлă киремет. Около того леса находятся киремет по имени „Торханти“ || Назв. обряда. Шурăм-п. Çуркунне юр кайса пĕтрĕ. Сăртсем симĕсленчĕç. Хура вăрман та симĕсленет. Ачасем сурăхсампа (çитерме) çӳреççĕ. Ах унта питĕ аван-çке! Ачасем выляççĕ, кулаççĕ. Эпĕ те унта пĕчĕкçĕ чухне çӳреттĕмччĕ. Пĕре кив улича вырăнче çитерсе çӳренĕ чухне, пĕр ватă карчăк вăрмана кайнине куртăмăр. Аллинче унăн темĕскер пур. Çта каять-ши вăл капла? Пысăкрах ачасем ăна та пĕлчĕç: турханти пăрахма каять, терĕç. Ачасенчен нумайĕшĕ ун хыççăн вăрттăн чупрĕç. Эпир пилĕк-улттăн анчах юлтăмăр. Пире пĕчĕккĕрен сурăх пăхма хăварчĕç. Карчăк вăрманта пĕр тĕмĕ кутне чăрпуçланса ларчĕ, тет те, аллинчи тутăрне салтма пуçларĕ, тет. Ун ăшĕнчен хулен çăмарта, чан пек япала, хăмла, салат, çурта тухрĕç, тет. Салачĕпе хăмлинчен чан пек япалишĕнче сăра тунă пек пулчĕ, тет. Çуртине лартса кĕл-тăва пуçларĕ, тет. Кĕл-тусан, кĕл-тусан, ку япаласене пурне те пăрахса килелле уттарчĕ, тет. Вăл вăрмантан тухнине эпир те куртăмăр. Ун хыççăн турхантие кĕл-тунине курма кайнă ачасем çĕмĕрĕлсе тухрĕç. Пĕри çăмарта йăтнă, тепĕри çурта. Ачасем карчăка: çта кайса? тесе кăшкăраççĕ. Карчăк нимĕн те чĕнмест. Чĕнсен, турханти çырлахмаçть пулмалла. Турханти тутрисем пирĕн патра çырмасенче, вăрмансенче халĕ те курăнкалаççĕ. Вĕсем пурте кивĕ. Унтан эпир Турхантие халĕ кĕл-тумаççĕ теме пултаратпăр. Ĕлĕкрех эпĕ те çырмара çуртасем куркаланаччĕ. Халĕ çук. Хăш чухне ачасем ĕлĕк укçасем те тупкаланă, тет. Кукаçи: чиркĕве кайнă чухне пĕрер уçă турханти çурти илсе каяттăмччĕ, тет. Турхантие халĕ пуççапмаççĕ. || Имя человека, который выдумал культ „торганди“. Шарбаш.

тус

, тос, , друг, приятель. Альш. Вăл манăн пит çывăх тусччĕ, унпа эпĕр лайăх пурăнаттăмăрччĕ. Ib. Пирĕн Сӳнтĕкре тутар тус пур, Пушчăра мăкшă тус пур, Пăрăнтăкра вырăс тус пур. Ib. Вĕсене чĕннĕ чухне: тус, тесе чĕнеççĕ: тус, шыв ĕçтер-ха! Регули 599. Тосăм Онтри килчĕ; Онтри тос килчĕ. Юрк. Чăваш тусĕ ялан çапла пур сăмах çине те: пире чăваша юрат-çке! тенине илтсен, вырăсĕ: эсĕ пире, чăваша, юрат-çке тетĕн, чăваш çынни выльăх мар-тăр-çке, пирĕн пекех этем. Мĕшĕн хушăн пăртак ырă тăвасшăн тăрăшас мар, тет. N. Тос котне йос кĕчĕ. Сред. Юм. Тос котне йос. (Пĕри тос тесен, тепри она хирĕç колмалла çалла калать). || Повидимому, еще означает — любимый мужчина, любимая девушка. Тюрл. Алешк.-Сапл. † Мĕн пулчиккен (пулчĕ иккен), тусăм, санпа мана пыраймарĕ туссем ĕмĕре. Ст. Шаймурз. † Явăнса-явăнса выртакан — пĕрлĕхен аври мар-ши çав; пĕччен вырăн сарса выртакан — пирĕн савнă туссем мар-ши çав? Ib. † Эпир савнă туспа пурăнни — ятăмăрсем кайминччĕç ял çине. Пазух. Хура йытă çăнчăрта, вĕрет кĕлет айĕнче; пирĕн аппанăн тусĕсем йĕреççĕ алăк хыçĕнче. || Подруга. Янш.-Норв. Ашшĕсем вара ывăлĕ юратакан хĕр мĕнле иккене саççим ыйтса пĕлеççĕ: унăн хурăнташĕсенчен те ыйтаççĕ. Сред. Юм. Хĕрсĕм пĕр-пĕринпе япала олăштараççĕ те (поменяются вещами), тос теççĕ. Тос пĕрех полать. || Сред. Юм. Иккĕн пĕр-пĕрне йоратса порнакан çынсĕм парнесĕм парса тос тăваççĕ; пĕри, çамрăкки, ачи полать, ватти ашшĕ полать. Ватăраххисĕне çамрăкки: атте, анне, тет, ватăраххисĕм çамрăккине: тос ывăл, теççĕ. || Дружно, дружественно. N. Çынсемпе тус пурăнни мĕн иккенне пĕлместĕр-и-мĕн эсир?

тусла

подружиться. Пазух. Çакă Чакă хĕрĕ илемлĕ хĕр, пĕр тусласан пăрахма юрамасть.

туслаш

подружиться. СТИК. Ялти хĕрсем пĕр-пĕринпе туслашаççĕ. Туслашнă икĕ хĕр пĕр-пĕрне: тусăм, тесе чĕнеççĕ. Пĕр хĕр темиçе çынпа туслашса пĕтмес, пĕр хĕрпе анчах, хăйпе тӳрĕ, çăвартан пурăнакан хĕрпе кăна туслашат. Туслашнă чухне темскер параççĕ няк. Пĕр туслашсан вăл вара мĕн качча кайичченех çапла пулса юлат.

тус ту

подружиться. Тим. † Тимĕрçенĕн ачи сарă ача, савса тус тăвасси пулмарĕ. N. † Куштан хĕрне тус турăм: кайĕ тесе, чунăм çук, пырса илме мулăм çук. Альш. Ку юлашки çĕр (вечером 16 июня) тус тунисен калаçмаллисем нумай. Ib. Çитет çăварни, çитет мункун. Мункунта каччăпа хĕр тулта, урамра, тус туса хăвараççĕ вара вĕсем, çула пĕр-пĕринпе выляма. Çитет ĕçрен пушаннă канлĕ вăхăт: каччăпа хĕр вылят вара. Вăл çавăнпа вылят, вăл кунпа вылят, тет каччăпа хĕр пĕр-пĕрин çинчен. Туслашса çитеççĕ. Çитеççĕ уллахсем, пулат Пукрав, Касански, Миххайла, Микула. Каччă çӳрет савнă хĕрĕ патне. Çапла пĕр-ик çул пек вылят-вылят та, илет-ярат хай хĕре вăрласа. ПВЧ 107. Ял хĕрĕпе тус турăм та, качча каясран чунăм çук. Янш.-Норв. Ахаль те хĕр тенĕскер, пĕр-пĕр арăма тус тусан, хăй тусĕпеле амăшĕ пекех пурăнать: мĕн пĕлменнине унтан ыйтать, унпала яланах пĕрле выртса-тăрса пурăнать. Микушк. Ялти сарă ачана тус турăм (подружился с красавцем-парнем), савăна-савăна калаçма. Кĕвĕсем. Сарă хĕре тус турăм, çак вăйăра выляма.

тустар

, тостар, (тустар, тостар), приводить в беспорядок разметать, расшвырять, разбрасывать, раскидать, перебутырить. См. тус. N. 1) Тусана, пăраха тустараççĕ; 2) тустарас — кирек мĕн япалана арпаштарса, аркатса пĕтерес; З) пробирать, навести страх, трепет. Шел. 62. Ак çамрăксем тухаççĕ тутăр-сурпан пуçтарма, çĕнĕ-çынсем арчипе çӳпçисене тустарма. Ау 18. Анне! эпĕ пĕр лав укçа тиесе килтĕм, эсĕ çӳçне-пуçна тустар, питне хăрăмпа хурат. Тайба-Т. † Шурти шурă тăмана тĕкне-çӳçне тустарнă; йыснаçăмах çарă пур, çӳçне-пуçне тустарнă. Ст. Чек. Тустарасси çăмăл та, пуçтарасси пит йывăр. N. Вĕсем ытти проектсене мĕнле тустарни çинчен каласа кăтартнă. N. Çав хĕрсем пурте çара-уран, йӳне-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса, ăйăрсем пек кĕçенсе, сиккелесе пыраççĕ. || Бушевать (о пурге). Ст. Шаймурз. Хиртеех те тăман тустарат. Баран. 161. Пĕр чарăнмасăр вăл темиçе кунччен тустарать (буран). Ашшĕ-амăшне. Ав тăман епле тустарат. || Поднимать пыль. Цив. Тусан тустар. Ib. † Аслăях çулĕ çинчи, ай, тусана ямшăках тустарать; пирĕн пек çамрăк ачасене ялтиех куштан тустарать. Бугульм. † Аслă урамăн тусанне, кил, тустарар пар утпа; ял-ялĕнчи хĕрсене, кил, тустарар каччăпа. || Ездить быстро. Альш. Çӳреççĕ вара лешсем çил пек тустарса, утсем çине утланаççĕ те (подпаски). N. Вăт кайăкпа тилĕ каяççĕ, тет, тустарса: тилли пĕр енелле, кайăкĕ тепĕр енелле. Пазух. Хусахсем утланнă ырă ут ялан тумхах çинчен тустарать. || Опустошать, разорять, разрушать. Баран. 201. Французсем Россияран хăйсем тустарса килнĕ пушă çулпах каялла тухса каймалла пулнă. || Размотать. Тюрл. Çав çын ман япаласене тостарчĕ (размотал). || Размотать. N. Кулаксем колхоза тустарасшăн. || Обижать. N. Семйĕне ан тустарса çӳре. Якейк. Тос, тос, тостар, пистер; ерпес, ерпес, ерпесле, ялан котран тапса сиктер, тос ачакла, тосикла. (Сăвă). || Делать что-либо (метаф.). Кама 80. Паян икĕ машшинпа кăнтарлаччен 7 гектар тустарса ывăтрăмăр. Епле пек, е? Пултаратпăр-и? || Ругать сильно. Альш. Лешсем тухса кайсан, тытăнат та ку тата тустарма: мĕн пур, тесе. ГТТ. Тустарса пăрахрĕ. || Обыскивать, производить обыск.

тустуй

все время, попусту. См. пустуй, пустуях. Сред. Юм. Мĕн тустуй тола пĕр тохса, пĕр кĕрсе, пӳрте сивĕтсе çӳретĕр çак эсир. Ib. Кăçта тустуй тутлă апат çиç çиен вара. СПВВ. ПВ. Тустуй? (Вопрос оригинала). N. Тустуях кĕрлет.

тута

тота (туда, тода), губы. Орау. Унăн тути пăрăннă халĕ (т. е. сердится. Насмешка). N. Кулнă чухне тути путать. Когда он(а) смеется; у него(нее) появляются ямки на щеках. Якейк. Хайхи шуйттанăн хĕпĕртенипе тоти хопăнма та пĕлмеçт, сиккелесе анчах çӳрет. N. Тута кучченеç çиессе кĕçтет. Юрк. Хĕрсем уява тухсассăн, арăмсенĕн тути усăнат; хĕрсем урамран (уявран) кĕрсессĕн, арăмсенĕн тути тӳрленет. Альш. Тияккăнĕ калат: тута мана та пĕр уçмине навус турĕ çав, тет. Ib. Тутине чĕркенĕ явлăкпа тытат-хуплат. Ст. Чек. Тута кĕçсен, вăтанаççĕ. Ib. Шăлна туту витеймес. Ты вечно смеешься. Ib. Чĕлхĕне туту витеймес. Не можешь не сплетничать. Шурăм-п. Йăтнă чухне кулаççĕ, пуплеççĕ: тута хупăнса тăмасть. В. Олг. Тота оçăлат серĕн. Вы решаетесь сказать. Альш. † Хĕр чуп-туса пăхманччĕ: тути тутлă, тиеççĕ. Орау. Кунĕпе ача ик тутине ĕмсе çӳрет, тем пур унта. Ала 106°. † Тытрăм-турăм тотине, тотине, çамăрăк чона вăй килет, вăй килет. Б. Хирлепы. † Урлă-пирлĕ çул каять, хĕрлĕ питлĕ хĕр килет, тытрăм-турăм тутине. Сред. Юм. Тутана тăсса çӳрет тесе çиленсе çӳрекен çынна калаççĕ. КС. Тутана пăсарттар. ГТТ. Тутине усрĕ. Тюрл. Тутине епле, сысна тути пек тăснă. СТИК. Тутине пăрса çӳрет. Губы кусает (сердится). Юрк. Ку çулта кăна мар, хĕр паракансенĕн тахçан авалтан тутисем сиснĕ. Альш. Çарансене çулса пĕтерсен, малта кĕтӳ çӳрет вара Елшелин. Кĕркуннеччен тута пусма (ткнуться мордой) вырăн юлмас. || Отверстие. Хорачка: пєчкӓ тоδиы, отверстие. Якейк. Ченĕк тоти, чăм тоти.

тота ту

, целовать. N. Эпĕ сере хамăн чонтан йоратса теминче пин хут тота тăватăп. Изванк. Унтан вара ӳксе пуççапнисем пурте сĕтел хушшинче ларакансене тута тăваççĕ (вар. пĕр-пĕринпа тута тăваççĕ). Сорм-Вар. Илес арăм сарă пулинч, тытса тута тăвинч (= чуп-тăвинччĕ).

тутă

, тотă, (туды̆, тоды̆), сытый, сытный; сыто, сытно. Панклеи. Карчăк шу хĕрне пырчĕ те, тотă хырăмпа шу ĕçме тапраттĕр (на сытый желудок). N. Эпĕ халĕ тутă, лайăх пурăнатăп. Ст. Чек. Аллă тăххăрăшĕ тутă çулпа каяççĕ, чи кĕçĕнни, утмăлмăшĕ, Иван ятли, выçлăх çулпа каят (из сказки). || Вкус. Альш. Çăвар тути пит кайнă, епле ăçти çук чуп-тунă. Чăв. й. пур. 30°. Пĕрре пиçнĕ ашпа икшер яшка пĕçерттернĕ, пĕр яшкара ашне çинĕ, тепĕр яшкара: тути тухсан юрать, тесе, шăммине вĕреттернĕ. Собр. Сыпрăм-пăхрăм шерпет шыв, виçĕ кунсăр тути каймарĕ. Сборн. по мед. Чей çине, е сивĕтнĕ шыв çине тутăшăн лимон шывĕ е шур-çырли шывĕ хушма та юрать. Синъял. † Ĕçмен куркан тути çук, юрламан хĕрсен усси çук. Менча Ч. Аш тути кĕрсессĕн (= пиçсессĕн. КС.). См. така чӳкĕ. N. Тути (вишни) йӳçенкĕ тути калать. О сохр. здор. Çавăнпа пирĕн шăммисене вĕретес пулать; вĕсенчен чăнах та яшка çине тутă тухать. Юрк. Тутине пĕлсе çиекен çын, теççĕ. Ст. Чек. Аша тутă кĕнĕ (немного протухло); кунăн шăрши капла та, тути епле-ши? Изамб. Т. Тутине пĕлсе ĕçес-ха. Надо пить так, чтобы узнать вкус. Хора-к. Пĕрне (= пĕр хĕрне) исе каятпăр, теппĕрне пăхса хăваратпăр, тути тутлă пулсассăн, виç контанах килĕпĕр; тути юçĕ полсассăн, виçĕ çолтан та килмĕпĕр. Баран. 133. Минералĕ (упомянутый) шывра ирĕлет те, шывĕнчен çав минерал шăрши кĕрекен пулать; тути те çав тутах калать. N. Муççи, чĕлĕмĕн мĕн тути пур? N. Выльăхсем апат тутине илчĕç. Сред. Юм. Тутине сисрĕ, узнал, что хорошо или нет. Çутт. 49. Çĕнĕ пурăнăç тутине те эпĕ Хĕрлĕ çарта анчах илтĕм. || Полный. ХЛБ. Кирек камăн та вăрлăх валли епле те пулсан аван, таса, тутă тырă суйлас пулать. Изамб. Т. Капан тунă чухне вăта çĕрне нуммай хурсассăн, капан тутă пулат (в середине много снопов). || Сытость. Чув. календ. 1911. Хăш-хăш апат выльăха тутă тытать, хăшĕ тутă тытмасть. См. вăрах. N. Тутта сисни. ПВЧ 126. Унтан кĕçĕн вăта пус пур, хырăм пĕр тутти çав пулмĕ-ши? Регули 426. Пĕр ластăк сĕт тутине кĕрет.

тутăла

питательно. О сохр. здор. Пĕр çăнăхпа шывран анчах хатĕрленĕ пулсан, урăх нимĕн те ямасан, эпир ун пеккине тутăла пĕçернĕ çимĕç тетпĕр.

тутăр

, тотăр, (тулы̆р, тоды̆р), платок. N. Çавăнпа та вĕрентекен тутăр пек шуралса каять. Н. Седяк. Пĕкĕ çумне сурпан çинчен çыхакан тутăра çакаççĕ. N. Пур салтак та ăна çĕлĕк илеççĕ, тет. Ку, вилнĕ çын тутăрĕ, тăнă, тет те, пĕр чĕнмесĕр тăрать, тет. N. Тутăр. Когда чуваши не покупали базарных платков, то и девочки повязывались „тутăр“ Так как для девочек не так зазорно показывать волосы, то для них достаточно и „тутăр“. Альш. Тутăр тесе кунта чăваш тĕртсе тăваканнине калаççĕ, а платок — явлăк. || Иногда означает скатерть.

тутлă

(тутлы̆), сладкий; вкусный. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерепет ларать. N. Улмисем (у антоновки) шултăра, çутă-симĕс, йăлтăртакан хупăллă. Тути тутлăрах уçă, эрех шăршиллă. N. Сим-пылне ĕçсен, ӳсĕр пулмалла, тутлă шерепетне ĕçсен, тутлă чĕлхе-çăварпа калаçмалла. Ой-к. Пичи пичĕке, хулхи тачăка, шӳрпи тутлă (смеются над „пичче“). Ёрдово. † Варăм-тона карăшĕ вăрăм корăк йоратать; эпир хамăр та çавăн пек, тутлă апатсем йорататпăр. Т. II. Загадки. Аллăм туни тăп-тутлă, йытта парсан, вăл çимест, кушака парсан, кушак çимест. (Тăвар). С.-Устье. Тутлăран тутлă мĕн пур? (Ыйхă). Кĕвĕсем. Вăратрăм, вăратрăм — вăранмарăр, сан ăйху манран тутлă иккен. N. Эпир кунтан кайсассăн, пылтан та тутлăрах пурăнăпăр. || Приятный (о запахе). Панклеи. Ман омра пĕр лайăх, тутлă шăршă кĕрекен çын тăрать. N. Ăçта ан пыр, пур çĕрте те тутлă шăршă калама çук тапать. || В перен. см. N. Тутлă ырăлăхне кĕме тивĕçлĕ ту мана. Альш. Тутлă чĕлхе-çăвара пыл витмес. N. Асăнатăп, витенетĕп тутлă чĕлхемпе. Н. Лебеж. Спаççипă, атте, спаççипă, анне, тутлă чĕлхӳпе ырă сăмахна. Пазух. Сирĕн пек ырă çын, ай, умĕнче тата тутлă чĕлхем, ай, çитмерĕ. || Пресный. Собр. Тутлă тулă туна шăмми, тула хурсан йытă çимĕ. (Тăвар). N. Тутлă чуста, пресное. Яргуньк. † Пирĕн килемея юримасассан кукăль пак кукăрлĕ, тутлă тул пак хытĕ-ха. (Свад. п.). || Свежий (о капусте). Орау. Куккăль йӳç купăстаран турăр-и? — çук, пĕр виç купăста пуç пурччĕ те, тутлă купăстаран турăмăр. || Приятно. N. Эй юратнă тăванăмсем, эпĕ сирĕнпе пĕрле тутлă калаçнисене астуса асăнăрсам мана. || Сласть, сладкое. Истор. Тутла тутанса пăхсан, никам та йӳççе юратмасть. Сред. Юм. Тутла пăхать. Любит есть сладко. Шинар-п. Кам та пулин пĕрре тутла вĕренсен, тепĕр хут йӳççе пăхмаçть çав. Чураль-к. Турчăка тăринче тутли тăрĕ.

туттăрла

, тоттăрла, назв. игры. Питушк. Çĕн-Кипек. Туттăрла вылянă чухне ачасем пурте алран ал тытса, карталанса тăраççĕ. Унтан çав картан пĕр пуçĕнчи пĕр ачи аллине е йăмра çулчи, е ытти йăвăçăн çулчисене тытса тăрать те: туттăр, туттăр! тесе кăçкăрма тапратать. Çав вăхăтра тепĕр пуçĕнчи икĕ ача, картнйĕн икĕ енĕпе çавăн патне чупса пыраççĕ. Хăш ачи малтан чупса çитсе çав çулчисене тытать, çав вара каяллах вĕсене хăй аллине исе кăçкăрма тапратать. Леш пуçĕнчен каяллах иккĕн чупса пыраççĕ. Çапла вара вăйине пăрахичченех выляççĕ.

тух

, тох, выходить, выезжать. N. Краснов алкумĕнчен тухнă, тет; мĕнпе çывăрнă, çавăнпа анчах тухнă, тет, пĕр япала та кăларман, тет. N. Уçланка тухрамăр. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илтĕм те тухрăм. Я взял одну лепешку и вышел (но: илсе тухрăм — вынес). Кан. Аçтăрхантан юлашки прахут октябĕрĕн 14—15-мĕш числинче тухмалла. N. Ачасем, ăрамра шыв тухсанах, тула тухаççĕ те, каçчен те пӳрте кĕресшĕн мар. СТИК. Ыран ута тухмалла çынсем çависене туптаççĕ. Люди, которые должны завтра выйти косить сено, заправляют косы. ПТТ. Ваттисем ахаль каламан пулĕ çав: çын тухиччен туха пĕлмест, тухсан кĕре пĕлмес, тесе. Токшик. Тула тухасран тухас килет. Истор. Ольгă çыннисем тухакана пĕр вĕлерсе тăнă. N. Çула тухсан тин мана калаçма ирĕк пулчĕ. Шел. 101. Тухман чун, сӳнмен вут, тенĕ пек, халĕ эп. N. Тух тула, сыс пӳрте. (Шутка). Яжутк. Тухĕç халĕ утсампа, çуха тарне кăларапăр. В. С. Разум. † Пусма умĕнчи вĕрене тухмассерен вĕрентет; ăна пĕлнĕ пулсассăн, тата саккăр лартăттăмччĕ. N. Вăл унта тухнă та, сасси тухнă таран: мĕн тăватăр эсир кунта? тесе питĕ хытă кăшкăрчĕ. Изамб. Т. Акă çул ялтан тухать, çавăнпа тӳрех каймалла. Çутт. 62. Хăйăр тухакан вырăн. N. Эсир ман ăшран та тохмастăр. Чув. пр. о пог. 275. Çĕлен-калта хĕвеле ăшăнма пит нумай тухнă пулсан, çăмăр час пулать. Если очень много змей и ящериц выходит греться на солнце, скоро будет дождь. Янтик. Çуркунне тула тухнăçеммĕн тухас килет (кунсем пит ăшăран). Ib. Тухман çын, человек ни разу не выезжавший в период какого-нибудь времени; говорят, если он выедет, то обязательно будет буран или дождь. N. Тухман çын утсем патне тухсан, çумăр пулать. Сред. Алг. Эпир ялтан тухас çук, ăс кĕмесĕр ан илĕр. || Т. VI. Вилнĕ çын куçне уçса выртсан, çуртран тата тухасса, теççĕ. || N. Пасара тырă тухми пулчĕ (тухма чарăнчĕ, привоз прекратился). || Выходить по счету, оказываться в должном количестве. N. Кĕлте тухмарĕ. Толст. Апат çиес умĕн амăшĕ çливисене суса пăхнă та, пĕр çырли тухман. N. Ну вăкăрри те (и бык-то...) питĕ мăнтăр пулнă, тет. Ашĕ хĕрĕх пăт тухрĕ, тет, çăвĕ вăтăр пăт тухрĕ, тет. N. Вара мĕн пур пухнине пурне те çапнă та, унăн çĕр пăта яхăн урпа тухнă (оказалось, вышло). N. Пĕр пилĕк-олтă пăт тохатьчĕ полĕ. || Причитаться. N. Халĕ кăштă укçа пур-ха, Праскура ĕкесем хуса кайнипе 1 т. 50 п. тухать. Вишн. 59. Эсир: ĕçленĕ чух пиртен нумай япаласем тухаççĕ те, çавăнта эпир туртăнатпăр, тенине илтнĕччĕ. || Расходоваться. N. Вара санан уччитлĕри шалу тухмас пулĕ. || Вылетать. ПВЧ 120. Атте килĕ, ай, сала пак, сала-кайăк, ай, тухас çук. || Выплывать. Орау. Çурхи шыв тулăх пулмарĕ кăçал, çавăнпа шывсем ăшăххипе сулăсем Атăла тухиман. || Вытекать. ПВЧ 95. Юман касрăм, ай, пыл тухрĕ, çăка касрăм, ай, çу тухрĕ. Альш. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхат, шăнкăртăм хирĕнче çăл тухат. || Истекать (о сроке). N. Çав ката (вăрман татăк) патĕнчи çĕрĕн пĕлтĕр, 1916 ç. срукĕ тухрĕ. || Впадать (о реке). N. Онкă çавала тохать. Онга впадает в р. Цивиль. Альш. Вăл кĕтесре Сĕвене Кăнла шывĕ юхса кĕрет. Кăнла шывĕ пысăк шывах мар. Шывĕ тухнă çĕртех, лапра, ялĕ ларат: Кăнла теççĕ. N. Вăл шыв Сăрра тухат. || Обнаруживаться, распространяться. Панклеи. Нумай та порнмарăмăр, пĕр икĕ эрнерен хай кам вăрлани тоххĕр (обнаружилось). || Образоваться. Ст. Шаймурз. † Хурамаран пĕкĕ аврăм, хĕвелпеле хушăк тухминччĕ. || Восходить (о солнце). Янтик. Эй, хĕвел, хĕвел! Юлашки кун сана пăхса юлатăп. Ĕнтĕ, эпĕ кайсан, эсĕ мансар пуçнех туха-туха (или: тухса) анса тăр. || Уродиться. N. Вăрлăхĕ те тухас çук. Чув. пр. о пог. 468. Çулла тĕтре пулах тăрсан, кăрăç нумай тухать. Если летом часто бывал туман, грибов уродится много. || Всходить (о хлебах). N. Калчасем тĕ ешĕл тухрĕçĕ. N. Тырăсам мĕле туххăрç? || О колосе. N. Ырашсем тата поç тохса тикĕсленчи вара? || Выйти замуж (украдкой). Юрк. Куç умĕнче сарă каччă, тухăп кайăп, мĕн тăвăн? Альш. Тимĕрсел чăвашне качча тухса (т. е. вăрттăн) килет, тет. || Выигрываться. N. Патша хĕрпе окçалла выляса окçа тохмарĕ — çилентĕм, тет Йăван. || Проходить. О земл. Çапла акнă хыççăн вăрлăх витĕнтĕр тесе, çийĕнчен сӳрепе анчах тухаççĕ. || Проходить (в дверь). || Приниматься. N. Çамрăкла ĕçрен юлакан ватăлла (ĕçе) тухать, тет. (Послов.). || Случаться (о пожаре). Шинар-п. Çавăн пек эпĕ астăвасса пирĕя ялта тăватă хут тухрĕ (пожар). N. Çа вăхăтра лапах манăн пиçмо тоххăрĕ. || Выгорать (о деле). Кан. Ну мĕнле? теççĕ пашелсем.— Мĕн мĕнли, ĕç тухмарĕ. N. Ăна тилмĕрсе мĕн тухасси пур. N. Эпĕ шухăшланипе ĕç тухмас ĕнтĕ. || Орау. Вăрман кăçан тухать сирĕн? Когда получите разрешение возить. Альш. Сирĕн кăçал вăрман тухат-и? Удастся вам нынче выхлопотать лес? || Скинуться. Панклеи. Попляканă çĕртех çак арçурин хĕреç тохнă-ӳкнĕ. || Выгружаться. Тайба. Т. † Атăлтан арпус тухат-ĕçке, тулса тухнă уйăх пек. || Выйти из употребления. N. † Порçăн тотăр полăтăм, эп хĕр поçĕнчен тохмăтăм. N. Пирĕн... юрамисĕре тухрĕç, улăштараççĕ çак хушăра. N. Арман тухрĕ, ун вырăнне пĕр çӳпĕ-çапă кăна тăрса юлчĕ. || Появляться. N. Вăл (корь) ачана анчах тухать. N. Çула ача чирĕ тухрĕ, тухтăра шыраса Ишеке çитрĕмĕр, Покровскине те çитрĕмĕр, хулана та çитрĕмĕр. || Проходить (о болезни). Нюш-к. Чир çыпăçнă чухне купи-капанĕпе килет, тухнă чухне йĕп çăрти витĕр тухать, теççĕ. Шурăм-п. Чир тухса кайрĕ. || Окончить. Иваново. Эпĕр хамăр ялтан тухсан, манăн двухклассный школа каяс килетчĕ. || Кончиться, заканчиваться, оканчиваться. Изамб. Т. Час-часах хĕлле, раштав типпи тухсан, ĕçкĕ ĕçеççĕ. Альш. Çĕнĕ-кассăн вĕçĕнче çӳлти эрет тухнă çĕрте. Ст. Письмерь, Ставр. Кăнтăрлахи кĕлĕ мункун кунĕ хĕвел тухас умĕн тухать. Альш. Хăят кунĕ (16 июня) каçпа тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв тухат вара. Ib. Михайла эрни тухсан, тепĕр эрне хушшинче. Ст. Яха-к. Çăварни тухса кайнă чухне çынсем пурте çăварния ăсатса яраççĕ. Бюрг. Мункун эрни тухсан ытларикун. Календ. 1904. Вара çăварни тухиччен эрнипех сĕт, çу, çăмарта, пулă анчах çиеççĕ. N. Эпĕ санăн çыруна илтĕм мункуя эрни тухнă кун. || Настаиваться (о чае). Альш. Чейĕ тухаймарĕ-ха. Чай еще не настоялся. || Проходить, проезжать по более узкому месту, напр., по лесной дороге, по улице, по засеянному полю и пр. Трень-к. Пирĕн Чăкăртан киле таврăннă чух пĕр вĕтĕ вăрман витĕр тухмалла. Разум. Пĕр çĕрте çĕнĕ çул (дорога) икĕ халăх çĕрĕнчен пĕрин витĕр тухса каймалла полнă (должна была). Богдашк. † Урамăрсем вăрăм, тухма çук. N. Эпĕ пĕр чăрăш тĕлĕнчеччĕ те, чăрăш витĕр тохса тивĕрĕ мана. || Прибыть, приехать. Сред. Юм. Кăш прахутпа тохрăн? На котором пароходе приехал? || Быть изобретенным. Шурăм-п. Пăрахутсем тухсан (были изобретены) та, çавăн пекех пулчĕ. || Подниматься. N. Мăрьесенчен паян кунĕпе тĕтĕм тухать? || Достаться. Бгтр. † Ой тутри, хĕр тутри, тутри хĕрĕн пулсассăн та, укçи хамра тухнăскер. N. Халăх çине тухрĕç (анасем). Ала 6. Шăпа ячĕç, тет: çав çĕлен урлă каçма кама тухать, тесе. Изамб. Т. Эпир, аван çаран тухнисем, пăсма памарăмăр (не позволили переделять). N. Сана та ним те тухас çук. || Явиться. Синъял. † Турă çырни тухаччен атте патĕнче пурăнтăмăр. || Появляться (об облаках, зверях и пр.). Кн. для чт. I, 15. Каçхине çумăр пĕлĕчĕсем тухнă та, çумăр çăва пуçланă. Синерь. Мĕн пирĕн палумия тухрĕ (что это такое появилось, что ест наши яблоки), тесе калать, тет, ывăлĕсене. || Скипеть. Орау. Вуник минут анчах юлчĕ, сăмаварне лартмастăп та ĕнтĕ, унччен тухаймасть вăл. || Вернуться. Орау. Хам укçа та тухмарĕ. Ib. Пушмака кĕркунне тенкĕ те вунă пус панăччĕ. Хакĕ тухрĕ-ши унтанпа? || Набираться для продажи. N. Сĕлĕ тохмас сотмалăх. Орау. Ку шăмата пĕр пилĕкçĕр хăяр тухĕ-ши? — Мĕн пилĕкçĕрĕ, пĕр икĕçĕр тухĕ. Наберется ли к субботе 500 огурцов? — Где пятьсот, ладно если наберется двести. || Спориться (о деле). Юрк. Ĕçĕ (у него) кĕсем урлă та тухмаст (не выходит, т. е. они ему ни в чем не помогли). Ib. Вĕсенчен кăна ыйтнипе нимĕн те тухманниие курсан, ку татах урах май шыра пуçлат. || В. С. Разум. КЧП. Пьесси те вĕсен кулăшлăрахскер, çавăнпа лайăх тухрĕ. || Чхĕйп. Тата тупăк тунă чух тухнă турпаса пурне те пуçтарса илнĕ те... (собирали). || Стать, сделаться (кем либо). Шорк. Олпута тохнă, попа тохнă. N. Асла тух, мухтава тух. Сред. Юм. Учитĕле тухнă. Доучился до учителя и служит учителем. Рукоп. календ. Прокоп. Начара тух, вĕте тух, вака тух. N. Эмелçĕ хăй пĕлĕвĕ тăрăх асла тухать. N. Санăн варлă çынну, санăн тусу тăшмана тухсассăн, сана вилес пек хуйха ӳкермест-и? N. Вĕсем типсе пĕтсе кайнă хăравçа тухнă, ялан айăплă çын пек тăраççĕ. N. Эсĕ мĕнле чина тухан? || Превращаться, обращаться. N. Аскăнланса çӳрекен çын çемйине тĕрлĕ усалтан сыхлас вырăнне хăй тăшмана тухать. N. Навуса тухнă, обратилось в навоз (о железе). || СРОВ. 11. Ухмаха тухнă-и-мĕн ку çын? Она сошла с ума? || Увольняться, оставить службу. N. Вăл вырăнтан тухатех, теççĕ. N. Халĕ эпĕ вырăнтан тухрăм, ĕçлеме юрамаçть. || N. Пĕр министр ĕçĕпе айăпа тухнă пулсан, вăл айăп ытти министрсем çине те ӳкет. || Потерять образ. N. Ну тулĕк эс этемлĕхрен тухрăн, саншăн кулянап. Микушк. † Çын хурланă пуçăма эс хурласан (обракует, обидит), тухать çамрăк пуç çынлăхран („теряет всякое достоинство и выходит из числа людей“). || Дожить. || Быть в обращении (о деньгах). К.-Кушки. Ку укçа тухнăранпа çичĕ патша улăшăннă. С тех пор, как эти деньги были в обращении, сменилось семь царей. || Ослушаться, перечить. N. Эпĕ хушнинчен ан тухăр. СЧЧ. Çемьесем кирек хăççан та аслин сăмахĕнчен тухни çук. N. Эпĕ каланă сăмахран ан тух. N. Вĕсем сăмахĕнчен тухас мар. || Происходить, образоваться. N. Çак вĕрӳçĕ сăмах тухнă вĕр тенĕ сăмахран. || Вылезать, выпадать. Орау. Пакшан пырши тухнă, тет, хăй çапах тепĕр турат çине сиксе ларасшăн, тет. Чураль-к. Çӳçрен ярса тытсассăн, çӳç тухмасăр ямаççĕ (парни). N. Ăйхинчен вăраничченех ăна пĕтĕм ăшĕ-чикки тухса ӳкнĕ пек туйăннă. Орау. Темскер мăккăли шалтан мăкăрлса тухать (выходит изнутри тела наружу). || Встречать. Сунт. Лисука илме тухакан пулман. || N. Эпĕ кăçал тыр вырма тухаймарăм, икĕ эрне питĕ йывăр выртрăм (лежала, хворала). || Собраться. Альш. N. Вăл хайĕн начар çара-çунине, начар кĕсрине кӳлнĕ те, кайма тухнă. N. Эсĕ каймаллах тухнă-и? Ты совсем собрался? || Приводить. ТХКА 51. Çак çул хамăр яла тухать пулас. Çак çулпа киле каяр. || Начинаться. Ачач 4. Нимĕç вăрçи тухиччен пĕр çирĕм çул малтан. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Альш. Чăнах та ачи уйăрăлса тухат, е тухса качча каят. N. Ишсе тух, переплыви. Юрк. Тăрахтире кĕрсе лайăх яшкасем çисе тухат. О сохр. здор. Çапла вара пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ. Артюшк. Вăл ту патне пынă та, лумпа çĕмĕрсе тухнă (пробил насквозь). Баран. 237. Çанталăк лайăх тăнă чух, çак çула ик-виç кун хушшинче ишсе тухаççĕ (проплывают). N. Кунта мĕн çырнине каласа тух. Произнеси (по порядку все те числа, которые здесь обозначены цифрами). N. Пухăва тухсан-тусан, хайхине пуянсем хутлăхне сĕтел хушшине кĕрсе ларма вырăн та пара пуçларĕç, тет. Орау. Пасар майĕпе кĕрсе тухсан-тусан тем пулĕ-ши: те парĕ, те памĕ ĕнтĕ ку вир-ял (деньги). N. Унта çапăçса кам мухтава тухин, ĕç халăхĕ мухтава тухать. Якейк. Кăк кăларнă чох, чакалтасан-чакалтасан, калаççĕ: халь кăк тоха пырать та-ха (корень при корчевании начал выходить). СТИК. Эп унпа кăшт калаçасшăнччĕ, темле тĕпелелле пăрăнтăм та, кайран пăхап — вăл туха кайнă. Микушк. Эпир пуснă вырăна тивлет пусса тухтăр-и? (Из свад. такмак’а). Изамб. Т. Эпĕ кĕмен! Вĕсем хăйсем вăрласа тухрĕçĕ. Кив-Ял. Емелкке кукăр туя илсе йыхăрса тухрĕ пухăва. Альш. Тепĕр тĕслĕ халăх: тутар, мăкшă, вырăс, хăйне ушкăн лара-лара тухнит (расселились). В. С. Разум. КЧП. Иртсе кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тух. N. Пĕçерсе тухаççĕ. ТХКА 5. Аттерен уйăрлса тухнăччĕ. Янтик. Тăваткăл минтер, хăмаç пит, сарса тухăр сак тулли; çак Тимешĕн хĕрĕсене курса тухăр (е: юлăр) куç тулли. ЧС. Вара чӳклекен ăстарик пӳртри çынсене пурне те пĕрер курка сăра ĕçтерсе тухрĕ. (Ача ячĕ хуни). Ильмово. Вырăна çитсен, ăрам пек тăрса тухаççĕ те, такмаксем, сăвăсем калаççĕ. Юрк. Малтан çуна пуçланă çурт çунса пĕтиччен аллă-утмăл килле пĕтерсе те пăрахат (тухат). Истор. Пилĕк сахат хушшинче вĕсен мĕн пур карапне пĕтерсе тухнă. || Так гонят собаку. N. Тох, мар-тох (на собаку кричат). Тюрл. Тох! Пошла вон, цыма, тубо! (отгоняют собаку).

тухăç

(туhы̆с’), умолот хлеба. Ст. Чек. Тухăç; тырă çапсан миçе пăт тухнине çапла калаççĕ. Ib. Кăçал пĕр ăлав тухăçĕ сакăр пăт, теççĕ. СПВВ. ПВ. Ырашăн хăмăлĕ аван кăçал, тухăçĕ çук. Сред. Юм. Тухăçĕ çук, плохой умолот зерна. Тюрл. Кçол тохăç пор-и? (напр. о хлебе). ХЛВ. Если положить слишком много навозу, то „тырă ӳкет те, çапсан тухăç тухмасть“. N. Ыраш тухăçĕ епле? Çĕрĕнчен миçе пăт тухат? || Прибыль, доход. N. Тӳрĕ куланая пурлăхпа тухăçран пухаççĕ. || Восход. N. Унăн тухăçĕ пĕлĕтĕн пĕр хĕрринче, анăçĕ тепĕр хĕрринче.

тухса ӳк

выпасть, вылететь. Никит. Икĕ малти шăл тухса ӳкес пек лăканаççĕ. N. Ман сылтăм алăн шĕвĕр порне шыçса пĕр сыппи тохса ӳкрĕ. Собр. Икĕ алăмра икĕ сулăм, пĕри тухса ӳксен, пĕри пур. || Быть выброшену. N. Эпир пĕр-пĕр тинĕс утти çине тухса ӳкмелле. || Вперен. см. N. Эпĕ сирĕн хота исен, воласа пăхрăм та, ăш-чик тохсах ӳкрĕ: çаратса карĕç, тесе çырнă та. N. Хамăн халĕ ĕнтĕ ман, кантур тесен, пĕтĕмпех сехрем хăпса тухса ӳкет. || Износиться. N. Унăн атти чыстах тохса ӳкнĕ, çара-оран пекех çӳрет. Пазух. Лăпсăр-лăпсăр çăпати кăçалхи çул тухса ӳкрĕ. || Исхудать. Яргуньк. Лаши анчах мăнтăрччĕ, тухса та ӳкнĕ (исхудала). || Дожить. N. Хамăр ялсам лайăх пурнăçа тухса ӳкрĕç. Юрк. Вăл çапах та пулин ĕçе паттăр çын, çуллен-çул çĕнĕ тырра тухса ӳкнĕ (у него хлеба хватало всегда до нового). Пухтел. Унпа тухса ӳкеççĕ вĕсем. С этим (хлебом) они смогут прожить до нового урожая. || Забыться. N. Кунта килсен, килти тухса ӳкрĕ. (Письмо). || НИП. Çĕркĕ лартăм та, пĕр сăвă тухса укрĕ. Вчера я сел и у меня написалось одно стихотворение.

тухса кай

пройти сквозь; уходить. Артюшк. Касса, çул туса тухса кайнă. Сюгал-Яуш. Хама çĕтĕк алшăлипе ял хушшипе тухса кайма та намăс. || Вылететь. N. Ах, тур курасшĕ! тухса карĕ. || Выйти замуж украдкою. Лашм. † Ялта ырă çын ачисем пит нуммай, ытмасăр тухса ан кайăр. Ib. Ачи ăсне пĕлмесĕр эпĕ тухса каяймăп. Юрк. Ӳси-ӳсми ачана тухса кайса пулмарĕ. ЧП. Илтнĕ пулăр, хĕр-çынсем: çула каяс пулсан та, тухса каяс ан пулăр. N. Пĕр хĕр тухса каймалла, терĕç. N. Качча тухса карĕ. Ёрдово. † Аттен хĕрĕ сар хĕрĕ, сар хĕр тохса кайсассăн, аттен илем каять. Юрк. † Вунçичĕ çулхи хĕрĕн тухса каяс сасси пур, кайин-кайин, кайтăрах, пире валли тата пур. Ст. Чек. Тухса кайнă хĕр. Изамб. Т. Микула Маруçĕ кĕçĕр тухса кайнă, тет (вышла украдкою замуж). Альш. Тухса кай, выходить украдкою замуж, а туйпа кай — как следует, со всеми обрядами и церемониями. N. Вăл Анок тохса кайма тăни чăнах вăл. || Обратиться, превратиться. N. Çапла хăтлана Иван каллах кĕлĕмçе тухса кайнă вара. || Уволиться со службы. N. Стрелок (лесник) тохса карĕ (уволился, получил расчет?). N. Тухса кай, ступай (я тебя увольняю). || Происходить. БАБ. Çав Павăла çав пирĕн ялсем çав пирĕн ялсене чӳк таврашсем тума вĕрентсе хăварнă чăвашран тухса кайнă, теççĕ. Четыре пути. Пур тĕрлĕ усал та эрех пирки тухса каять-ĕçке, тетчĕç. || Проходить (срок). Кан. Вăрман илес срук тухса кайсан, вулăса тин хут салатрĕ (разослад извещение). || Оканчиваться. N. Çăварни тухса кайнă каç. Ядр. † Çăварни, çăварни, терĕмĕр, çăварни тухса кайнине сисмесĕрех юлтăмăр.

тухса тăр

выходить, появляться. Ал. цв. 17. Мрамăртан тунă çтана çине сасартăк вутлă сăмахсем тухса тăнă. О сохр. здор. Тĕпĕнче (язвы) яшка çăвĕ пек шурăскер тухса тăрать (появляется). || Выступать. Баран. 160. Хăш тĕлте хăйăрлăх, тепĕр тĕлте тăварлă çĕр; тăвар пĕрчисем çиелех туха-туха танă. Дик. леб 37. Чи варринче анчах шывран пĕр шĕвĕр чул тухса тăрать. || Врезываться. ЧС. Пирĕн çак ана вĕçне хай киремет çеремĕ тухса тăратьчĕ (в наш загон врезывался, входил).

тухат

(туhат), колдовать, ворожить. ЧС. Вăл, хăйĕн тутлă çиесси килсенех, пĕр-пĕр çынна хăй тухатса парса, хăех вĕрсе, сурса тӳрлететчĕ, тет те, ăна вара çавăншăн пит ĕçтерсе çитеретчĕç, тет. Дик. леб 51. Шав хăйĕн тухатса памалли япалисемпе муталанать. Собр. Тухатса (пăсса) вĕлернĕ выльăхăн чĕринчен çĕлен, калта, шапа тухат, теççĕ. СПВВ. Тухатмăш тухатса панă. Ал. цв. 28. Хĕр тупăнсан вара тухатни ман çинчен каймалла, эпĕ вара ĕлĕкхи пекех çамрăк, этем е юрăхлă çын пулмаллаччĕ.

тухатмăш

, тохатмăш, тухатмĕш, колдун(-ья), ворожей(-я). Дик. леб З8. Сире тухатмăш панинчен епле хăтарас-ши манăн? Бгтр. Тохатмăшсем, пăсăмçăсем кĕçĕн çимĕк каç кайăксем, йытăсем, сыснасем, кошаксем полса, вил торпассисем, çăвасам çине пăсма каяççĕ, тет. Çав кон апат çимесен çăвая вил торпасне тимĕр карта çавăрсан: çав тохатмăшсене тытмалли, теççĕ. Сунч. Тухатмăш знает много тайных слов, которых обыкновенный человек не может знать, если он не откажется от любимого предмета. Чуратч. Ц. Ашшĕ е амăшĕ тухатмăш пулсан, пĕр-пĕр ачине вĕрентсе хăвармасан, çӳлти патшалăха кĕмеçт, теççĕ. Ахаль пулсан тухатмăшсем çĕр çинче пĕтнĕ пулĕччĕç, ашшĕсем вĕрентсе хăвармасан. Н. Седяк. Тухатмăш калăм каç, благовещение каç çӳрет, теççĕ. Камăн тулта шурă кĕпи-йĕмĕ пулать, çавсене юнласа çӳрет, е касса каять, теççĕ. Тухатмăш — усал сывлăшпа пĕрлешнĕ çын, ăна сыхлаççĕ çынсем, тытас тесе; вăл кушак, е йăтă пулса çӳрет, теççĕ. Çав кушак пулнă тухатмăша тытсан, вăл лаша пулса тапать, тет, ĕне пулса сĕкет, тет, е вут пулса çунтарать, тет; анчах вăл хăраман çынна нимĕн сĕен те тăваймасть, тет. Могонин. Тохатмĕш — пит нумай чĕлхе пĕлекен çын (язычник); вăл чĕлхипе темĕскер калаçать те, мăкăртатать те, хуне хăва курăнми полать, йытă полать, кашкăр полать, упа полать, тата нумай тем те полать. Шинар-п. Вăл каларĕ мана: вĕсем тухатмĕш, вĕсем хăйсем тухатмĕшле пĕлеççĕ, терĕ. N. Тухатмăш япала çине сăмах каласа çитерсе вĕлерет. Н. Троицкое. Тухатмăша çын курмас, тет, йытă курат, тет. (Сообщ. буинск.- чув.). N. Сана тохатмăш пăснă полмалла. Чхĕйп. Тата тухатмăш çынна хăй килне илсе пырать те: тархасшăн ман килтен усала тасат, тесе тархаслама пуçлать. Сĕт-к. Тохатмăш-карчăк, колдунья.

тухья

тохья (тухjа, тохjа), назв. девичьего головного убора. Тогаево. † Пирĕн йĕвенни йĕвенле, пуян çын хĕрсен тухйи пек. Кĕвĕсем. Мăкшă симĕс тухьяна кам сăхланмĕ тăхăнма? ЧП. Вылямашкăн, кулмашкăн тухья пуçлă хĕр чипер. Альш. Пуçра тухья (ее части: тăрнашка, çамкалăх — карттус сăмси пекки). СПВВ. ГЕ. Тухья — хĕрсем пуçа тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Тухья, хушпу çумĕнче. Хушпăвăн антăрлăхĕ хыçĕнче яраписем, енчен-енчен виçшер ярапа. Ăна шăрçа тирсе тунă; вĕçне укçасем, 10—15 пуслăхсем, çакаççĕ. Тухьян антăрлăхĕ çумне малтан укçа 10 пуслăхсем, сапакалисен, пĕр шăрçа урлă çакаççĕ. Ib. Тухья вилли — начар тухья. Чăв.к. Выляма-кулма мĕн аван? Тухья пуçлă хĕр аван. ПНЧ. 130. Пуç çĕклейми тохьямччĕ, тыр акнă контă турĕç поль. N. Хĕрсем илемне мĕн курет, тухья-çуха пит кӳрет. N. Тухья тӳпи силленет, сулăк тенки çакмантан. Юрк. Тухья тăрнашки (тухья таврашĕнче), тухья шăрçи, тухья кăшăлĕ. Альш. Ахаттеçĕм, аннеçĕм, тухью хыçĕ курăнĕ, кĕрĕвĕ те курăнĕ, çапах мана çитеймĕ. Чутеево. Тухья хăлхи. Тăрнашки. Перед тухй’и увешивается сверху мерчен’ем. Сверху тухья унизывается мелкими стеклянными бусами (шăрçа). Ib. Тухья ум-çаккине алă çупки сарлакăш сăран е пир татăкĕ çине (чăн) нухрат çакса тăваççĕ; наверху мелкий нухрат, внизу крупный. N. Тухья ярапи пулать. С. Мокш. Тумли тумлат (капля капает), çĕре тимест. (Тухья ярапи). Шел. II. 41. Çĕмĕрт сапакисем пулĕç, тухья ярапийĕ пек. Ст. Чек. Тухья кăшăлĕ — тухья, с которой сняты деньги и бусы. || Назв. кишки около çĕр хурчĕ (книжки). Пухтел.

туш

туша. Юрк. Тĕрлĕ япаласемпе сут тăвакан ватă хуçа ирхине ирех тăрсан, ăнсăртан курах каят: хăйсем патĕнче тарçăра пурнакан пĕр çынни пĕр сурăх тушне сутма хатĕрлесе хунине тытăннă хӳме урлă тепĕр енне ывăтма.

тушка

туша, туловище. Изамб. Т. Пĕр тушка сысна какайĕ (туша свиньи). Альш. Çĕленĕн тушкине туртса кăларат та, тул капан айне туса хăварат, тет. N. Çӳресен-çӳресен, вăл сысна тушки çакнă кĕлете кĕнĕ. СТИК. Ай-ай тушка. Ну и туловище, величина. N. Пасарта хур тушки тенкĕ çурăран кая та пулмаст. Ст. Чек. Тушка, аш тушки; в переносном же смысле — презр, назв. жирного человека.

тӳ

узел. См. тĕвĕ. Б. Олг. КС. Вил тӳ, чĕр тӳ. Качал. Сик кукук, сик кукук, симĕс курăк пĕр укçа, вуник чана вăй вылят, тăхăр тӳме тӳ тӳлет.

тӳлем

узел. Юрк. N. Хима çăлтăрин тĕввине çыхайăн-и эсĕ, Кесил çăлтăрин тӳлемне салтайăн-и? N. † Пурçăн тӳлемĕ тӳленсен, тӳленсен, ах турă валли тӳленсен те, тупăнать пирĕн турă çырни, ах турă валли тупăнать; пурçăн тӳлемĕ салансан, ах турă валли салансан, çухалать пирĕн турă çырни, ах турă валли çухалать. N. Тӳлем, узел в конце кнута. Сред. Юм. Чăпăркка вĕçĕ ан сӳтĕлтĕр тесе, тӳлесе яраççĕ, çавна тӳлем теççĕ. Ib. † Чĕн чăпăрккан виç тӳлем, кашни çапмассайраннах, пăчăр-пăчăр йон тохать. Янтик. Чăпăрккана, ан сӳтĕлтĕр тесе, вĕçнерехпе, хушшине пĕр-ик пӳрне сарлакĕш хăварса, ява-ява çыхаççĕ, çавна вара тӳлем теççĕ. Тӳлем тесе ăна анчах мар, ытти япалана та, çавăн пик çыхсан, тӳлем теççĕ.

тӳлек

(тӳл’эк’), тихий, спокойный, смирный. Аттик. Тӳлек çăмăрна пар. (Моленье). Абаш. Тӳлек лаша, тихая лошадь. N. Тӳлек çанталăкра аслати авăтнă пек, топă сасси илтĕнет. N. Тӳлек çын. Собр. † Йăлтăр-йăлтăр пуçĕсем, тӳлекçеççĕ сассисем. N. Тĕлĕнмелле! Çак кайăк сассисем пĕртте сасă пек те туйăнмаççĕ, çанталăк çапах пĕр сасăсăр, тӳлек пек туйăнать. Альш. Темĕн сарлакăшĕ выртат сарăлса кăн-кăвак шыв, тӳлек шыв. N. Кронштадт халĕ лăпланса çитрĕ. Пристăнь çинче те пурăнăç тӳлек. Полтава 73. Çамрăк кăкри пит тӳлек, хуллен сывлать еррипе. Ib. Манăн тӳлек кăмăла юратмасăр йышăнан. „Любовь смиренная моя встречает хладную суровость“. Сĕт-к. Çанталăк ку туруçăн пит тӳлек тăрать (тихая погода). СПВВ. ИА. Çанталăк тӳлек чух шыв хумханмасть. СПВВ. МА. Тӳлек е лĕп çиç — çил çук чухнехине калаççĕ. N. Çанталăк пит тӳлек. Çӳлтен кайăк сассисем илтĕнеççĕ. Ib. Ырă сиплĕхлĕ, тӳлек çăмăр пултăр. N. Паян тӳлек çумăр çăвать те, хăш чухне йăс-йăс-йăс туни илтĕнет, çавăнтах тата тимĕр (крыша) çинче шанкăр-шанкăр туни илтĕнет (звон), тата шапăр-шапăр та тăвать (стук падающих капель без звона), йывăç çулçисем лăстăр-лăстăр туса лараççĕ. НЧ. Кимсем чарăнса тăракан тӳлек вырăн. N. Çак каланă сăмахсем ытла та тӳлек тухаççĕ. Пурне те калас пулсан, ялсенче ун пек кăна калаçмаççĕ. N. Кăçал пĕре çула кун пит тӳлек пулчĕ. Çу уйăхĕ. Хĕвел пĕçерет. Ск. и пред. чув. 39. Ăвăс çулçи майĕпе чĕтренкелет тӳлекре. || Смирно, тихо, спокойно. ПВЧ 95. Тем чол тӳлек çӳресен те, пиртен ыр ят тохас çок (мы не дождемся доброго имени). || Покой, тишина.

тӳлеклен

становиться тихим, спокойным, смирным; утихать; присмиреть. Ск. и пред. чув. 107. Сывлăш çынсем майĕпе тӳлекленсе лăплансан... N. Пĕр сасă та çук. Çут-çанталăк тӳлекленчĕ. N. Ĕнтĕ ака вăхăчĕ те иртрĕ. Симун та хăй анине сухалаттарчĕ. Пĕр май пурăнăçĕ те тӳлекленсе кайрĕ. Полтава. Тӳлекленсе тăраççĕ (присмирели пушки).

тӳлеме курăкĕ

назв. растения. Рак. Тӳлеме курăкĕ; çăпан тухсан, саккăрлă, тăххăрлă сăваççĕ. Рак., Кайсар. Тӳлеме тухсан (çăпан тухсан), çак курăкпа саккăрлă-тăххăрлă сăваççĕ (см. чикенек). а) Пĕр тӳлеме сăватăп, икĕ тӳлеме сăватăп, виçĕ тӳлеме сăватăп, тăватă тӳлеме сăватăп, пилĕк тӳлеме сăватăп, ултă тӳлеме сăватăп... сакăр тӳлеме сăватăп, тăхăр тӳлеме сăватăп, тăххăрăшĕ тăхăр çĕрелле саланса кайччăр. б) Пĕр тӳлеме сăватăп, 2 тӳлеме сăватăп, З тӳлеме сăватăп, 4 тӳлеме саватăп, 5 тӳлеме сăватăп, 6 тӳлеме сăватăп, 7 тӳлеме сăватăп; çиччĕшĕ те çичĕ çĕрелле саланса кайччăр. в) Пĕр тӳлеме сăватăп, икĕ тӳлеме сăватăп, виçĕ тӳлеме сăватăп, тăватă тӳлеме сăватăп, пилĕк тӳлеме сăватăп; пилĕкĕшĕ пилĕк çĕрелле саланса кайччăр. г) Пĕр тӳлеме сăватăп, 2 тӳлеме сăватăп, З тӳлеме сăватăп, виççĕшĕ виçĕ çĕрелле кайччăр. д) Пĕр тӳлеме сăватăп, тьфу (плюёт), пĕр пĕрлĕхсĕр пултăр, шăттăр, пĕттĕр. Çăпанĕ тăрăсăр, ӳпне çăпан, тӳлеме çырли тĕслĕ пулать.

тӳлле

завязать узел. См. '>тӳле'>тӳле. Шибач. Тӳллеççĕ (ут хӳри). ПВЧ. 101. Порçăн тоттăр çӳçине пĕр яракон тӳллĕттĕм. N. Тĕвĕ, тевĕлес — тӳллес. Сред. Юм. Тӳллесе яр-ха çавна (завяжи узлом).

тӳме шăтăкĕ

дырочки у пуговицы. Сред. Юм. Тӳме шăтăкĕ тесе тӳмен йĕп чиксе çĕлемелли шăтăкне калаççĕ. || Петля для застежки. К.-Кушки. Тӳме шăтăкĕсене пĕр аяккине кăна тунă. Петли сделаны только с одной стороны. Пшкрт. Тӳме шăтăкă, петля рубахи.

тӳн

(тӳн’), опрокидываться, перевертываться. СПВВ. Х. Тӳнес, тӳнсе кайрĕ. N. Сол çинче вакон тӳнсе кайса. Ир. Сывл. 15. Тĕнче тӳнеччен эс те юратăн. || Свалиться, повалиться. Шел. II. 61. Çĕрсе, тӳнме патне çитнĕ пĕр пĕчĕк кĕлетре. СПВВ. Х. Çĕнĕ те çуна, йĕс ӳрече, хăш аяккине ларсан тӳнмĕ-ши? N. Хурăн тӳнсе кайсассăн (когда свалилась). Кан. Начар шăтнă калчасем тӳне-тӳне кайрĕç. || Лечь спать. Орау. Вуник сахат çитрĕ, тӳнес пуль ĕнт (спать лечь, уснуть мертвым сном). Ib. Тӳн, тӳн! Дрыхни! || Умереть. Орау. Тӳннĕ = вилнĕ. См. тĕнт.

тӳн-тӳнле

(тӳн’дӳн’л’э), назв. игры в жмурки. Назв. происходит от того, что тот, кто начинает ловить, предварительно стучит кулаком в дверь. Второе Чурашево. Сред. Юм. Тӳн-тӳнле выляни. Пĕр ача, шапкине антарса лартса, ыттисĕне хуса çӳрет; ыттисĕм ăна сисмен хутран çапаççĕ, хупласа çӳрекенни хăшне те пулсан ярса тытсан, вара вăл хупласа çӳрет. Ib. Тӳн-тӳнле выляс; пӳртре ачасĕм вылякан вăйă. Пĕр ачи куçне тутăрпа çыхать, ăна вара юлташĕсĕм вăрттăн пыра-пыра тĕртеççĕ. Куçне хуплани хăшне те пулсан çав ачасĕнчен ярса тытсан, вара çав ача куç хупласа çӳрет.

тӳнклеттер

понуд. ф. от тӳнклет; бить. КС. Паян туйра пĕр мăн параппана кунĕпех тӳнклеттерчĕç. СТИК. Сӳс тĕвеççĕ пулĕ, пит тӳнклеттереççĕ. Ib. Хӳмене пĕрене пуçĕпе тӳнклеттереççĕ. (Звук, производимый бревном, если ударить о стену). Ib. Пуçран çав тĕрлĕ тӳнклеттерме юрать-и!

тӳплет

издавать звук „тӳп“. N. Вара пĕр çын ун айĕнчен тенкелне туртса илнĕ те, лешĕ çĕре тӳплетсе ӳкнĕ. КАЯ. Чĕри тата, сиксе тухас пек, тӳплетсе сикет. КС. Турата ленкнĕ пĕрене, çĕре ӳксен, тӳплетет. См. чашăлтат.

тӳпе

(тӳбэ, Пшкрт: тӧβӓ), вершина холма, бугор; возвышенность. ТХКА 114. Тусем тӳпинче шап-шурă юр. ГТТ. Тупе, холм с очень пологим склоном. Пшкрт. Вăл тухри тӧпинче тотар ханьă порăннă. Торп-к. Уйăн тӳпинче тăр, ялăн варринче пул. Эпир çур. çĕршыв 21. Уй тӳпинче, усрав вăрман çумĕнче Ванюшкасси ларать. N. Пушă хирти тӳпене илме сана халăхсен канашне хутăм. Б. Чурашево. Пĕр çухăрм чупсан, эпир уй тӳпине хăпартăмăр. Бреняш. учит. Ялта ял варинче тăр, уйра уй тӳпинче тăр. (Наставление старших при женитьбе). N. Палтайран тухсан, мăн çул татах уй тӳпинелле хăпарать. || Крыша строения. Зап. ВНО. Кĕлет тӳпи, пӳрт тӳли. Альш. Кĕлет тӳпине сирчĕç те, мана вĕренпе çыхса кĕлете антарса ячеç. Ib. Унтан пĕринне пăлтăрĕ тӳпине хыпнă, тет; ăна та час сӳнтернĕ (потолок или крыша). В. Тим. Ĕни витере, хӳри тӳпере. (Кăмака). Янорс. Эп пĕр çурт тӳпине васкаса хăпарса пăхрăм. || Потолок. || Свод печки. || Темя. Зап. ВНО. Пуç тӳпи. || Верхушка шапки. Ст. Шаймурз. † Кримски çĕлĕк, плис тӳпе. || Зенит. Персирл. Хĕвел тӳпеях çитет (поднимается почти в зенит). Сунч. † Çичĕ çăлтăрсем çитнĕ тӳпене, тăрсамăр-и çак ялăн ачисем. Султангул. † Чăн тӳпере çичĕ çăлтăр, çичĕ çăлтăр варринче çутă çăлтăр. N. Чи тӳпере çич çăлтăр, çиччĕ çавăрса каласан, сăвап пулать, тет. || Кр. Чет. Уйăх тӳпи, кульмин. точка (что это значит?).

тӳпеле

накладывать до верху, выше краев сосуда. Менча Ч. Çынна парах тăмалла пултăрччĕ (пусть будет возможность постоянно давать хлеба людям), тӳпелесе парса тӳпелесе илме парăсăнччĕ. (Моленье). Сред. Юм. Эсĕ шăлами çиç толтарнă-çке, лайăх тӳпелесе толтар. N. Пăтавккана тӳпелесех пачĕ. КС. Çав çынтан илес пулĕ-ха, вăл ялан тӳпелесе парать (дает с верхом). || Бить. Слеп. Пуçран тӳпелес полать-ха она. Хурамал. Çапăçсан кайран хăшĕ çĕнет; ну, тӳпелерĕм хăйне те, тет. Ст. Чек. Тӳпелесе янă = хĕнесе янă. Сред. Юм. Пĕр хĕрлĕ алтана пĕр шор алтан пит тӳпелерĕ.

тӳпелеш

(тӳбэл’эш), драться, сражаться, биться. Нюш-к. Çуркунне ирхине чăхпа чăх тӳпелешсессĕн хаяр çын килет, теççĕ. Календ. 1904. Виç-тăват ача пăтавккасемпе чупса пычĕç, тет те, лаша пăхне тӳпелеше-тӳпелеше шăлса пуçтарчĕç, тет. N. Туйри этем, куракан тĕлĕнет те тилмĕрет, вăтанакан, хăракан тӳпелешсе сирĕлет. Т. Н. Загадки. Пĕр каска урлă икĕ автан тӳпелешет. (Икĕ куç). N. Тӳпелешсе пĕтмен-и вăл? Юрк. Вăсем çапăçнине ыттисем те курсан, часах тӳпелешнĕ çĕре чупса пыраççĕ те, кăсене чара пуçлаççĕ. Малтан чарма тытăннийĕн пуçне сăптăрса шăтарса пăрахнине курсан, ыттисем ăна шеллесе, часах хăйсем ялĕнчи лекĕр (доктор) патне тӳрлетме илсе каяççĕ. Чăв. й. пур. 9. Пĕр вăхăтра урамра Петтепе Енечĕм тӳпелешнĕ.

тӳпеми

(тӳбэми), полно, с верхом, с походом (о сыпучих телах, о меде и т. под.). Тюрл. Тӳпеми, полно, с излишком (с вершинкой); тӳпеми хор. Б. 1З. Çынтан тӳпеми илсессĕн, ху та тӳпеми пар. N. Тӳпемиях кивçен илтĕм. N. Тӳпеми тултар (с верхом). Якейк. Пĕр пăтакка сĕлĕ тӳпемиях парса ятăм чечока. Юрк. Çав вăхăтра хăй, ăнсăртран, сасартăк тултарнă пек пулса, черккине тӳпемиех тултарсан: ех! тет. Чертаг. Тӳпеми толтарнă (= пăталккаран çӳлĕ = тӳпелесе). СПВВ. ЕХ. Тӳпеми, через край, полно.

тӳпе

доля, пай, часть. N. Уйăрăлсассăн, çак япалана сана тӳпе тăвас полать. N. Хам тӳпене илес ман. НАК. Эпир ăна сирĕн тӳпене те патăмăр. N. Вутă 4-шар чалăш турăмăр тӳпе пуçне. N. Тепĕр телянккă пор та, он çине те ерес, тит, тӳпипех. N. Халь киле каякансене виç тӳперен пĕр тупине тӳлеттереççĕ. Кан. Ывăл пултăр килĕнчен ача тӳпи, тата хăй тӳпи çурт шыраса халăх сутне парать (подает). Регули 1035. Тăват тӳперен ик тӳпи мана тиврĕ. В. Олг. Виç тӳперен çол, из третьей части косить. N. Çумри телей ертнипе ют ялта та пур тӳпе. СПВВ. Тӳпе = пай: çын тӳпине кĕреймен халь вăл. Изванк. Çав чĕрессенчен: пĕр чĕрессине упăшки валли, тепĕрне арăмĕ валли, виççĕмĕшне ача-пăча тупи теççĕ. Панклеи. Уйăракан пĕтĕм ачана (всех ребят) ик тӳпене уйăрать. Кан. Тивĕш ялĕнче вăрмана валеçнĕ хыççăн пĕр тӳпе ытлашши пулнă. N. Она атей сотнă чох каларĕ: пĕр ят тӳпи сана, терĕ. N. Пирĕн çаран е вăрман уйăрнă чух вунă ятпа пĕр тӳпе тăваççĕ. || Раз. N. Мантан икĕ тӳпе лайăх. Лучше меня два раза. || То, что причитается. N. Тата пособи укçи мĕн пурĕ виçĕ уйăх тӳпи 14 т. 70 п. и илтĕм. || Колос? Хурамал. Тӳпе тутлăхне туса пар. || Околоток, часть деревни. Сред. Юм. Пĕр тӳпе, çынни = пĕр кас çынни (живут не вдали). Тюрл. Пирĕн ялта олтă тӳпе; анат картиш тупи, йăлăм тӳпи и т. д. (деление деревни для удобства решения мирских дел). Янтик. Ялсенче халăхпа уйăрмалла япаласене малтан тӳпене уйраççĕ. Тӳпе тесе пĕр-ик уйăрнă кил ушкăнне калаççĕ: пĕр тӳпере аллă кил пулсан, вара ытти тӳпесенче те 50 кил. Хăш чухне халăх эреххи пулать, ун чух вара кашни тӳпене икшер четвĕрт-и, виçшер-и уйраççĕ те, кашни тӳпери çынсем пĕрле пухăнса ĕçеççĕ.

тӳр

тӧр (тӳр’, тӧр), прямой. См. тӳрĕ. Пшкрт. Тӧр, прямой. Сĕт-к. Пĕр йӳн карта сӳтмелле, кĕлте куртме тӳр çол полма. || Прямо, прямиком. Кан. Апла ярсан, тӳртерех те пулать. Орау. Эпĕ çулпа каймарăм, Вăрнаралла тӳр ӳкрĕм (пошел прямо). N. Юмăçĕ вара шыраса пăхма (гадать) пуçлать: çак ача хĕрлĕ çыр киреметĕнчен, кайринчен е аслă ырăран (вĕсен аслă ырă тени пуринчен аслă киремет); аслă ырăран, тесен, юмăçĕ, тӳр суллансан: çук, ку сирĕн ача аслă ырăранах (т. е. захворал). Сред. Юм. Тӳр каласан, тăванне йораман (соотв. русской посл. „правда глаза режет“). || Правда. N. Тӳрне калас полать. || Состоящий в любовных отношениях, милый. Янбулат. † Çак ен орам пит тӳрĕ, орам тӳришĕн каçман, тӳр хĕрсемшĕн каçинă. Синъял. Иванпала тӳр хĕрне лаççа хупса хăвартăмăр. Байгул. † Тӳр хĕр патне çыру ятăм, çыру ятăм çитмерĕ. Шемшер. Тӳр хĕрĕпе тӳр ачи, хирĕç полсан, ытарими поплеççĕ.

тӳр кил

удаваться, приходиться. Баран. 122. Кирлине кура çынсем тĕрлĕ йывăç касаççĕ, тӳр килсен ваттине, çамрăккине тиркемеççĕ. Ib. Шет пĕр чарăнмасăр кунĕпе кайма тӳр килĕ. Ib. 125. Тӳр килсен, мĕн те пулсан çимелли те тытса кĕрет. Ib. 200. Вырăссенĕн Наполеона хирĕç тухма тӳр килнĕ çарринче мĕн пурĕ те (всего на все) 290 пин анчах пулнă.

тӳре

первоначально — предмет посвящения, потом — назв. духа. Юрк. Пĕр лаçăра шурă сурпан çакăнса тăрат. Унта укçа хутаççи çакнă, çавна тӳре теççĕ. Çав тӳре хутаççине пĕр чӳк хыçĕнчен килĕшпе выльăх-чĕрлĕхшĕн: сывлăх пар, тесе, укçа хумасан, тытат, теççĕ. Кĕсен-çăпан, юханлă чир çулăхат, теççĕ. Çавăнпала ăна кĕркунне, кĕрхи сăра иртсессĕн, пĕр çур яла яхăн пулĕ, укçа пырса хураççĕ. Ĕлĕк вăл хутаçра укçа пулсассăн, вĕсем ăна пĕтĕм ăратнипе пĕр çĕре пуçтарăнса çав укçапа пыл илсе йӳçĕтсе, çавна аçăнса темĕн чухлĕ юсман, вĕт йăвача пĕçерсе, каçхĕне çавна асăнса, чӳк туса çĕрле çĕр хута ĕçнĕ, теççĕ. Халĕ ĕнтĕ эпĕ астăвасса вăл хутаççа укçа нихăçан та тулман. Кам унтан хăраманни, çын курман чухне кĕрсе, эрех ĕçме илсе тухаççĕ, е ачасем выляма илсе каяççĕ. Пирĕн асатте, çунсан та, çав тӳрене пăрахман. Унăн укçисене йĕре-йĕре пухса каллех пĕр кĕлете хунă. Çавăн чухне вĕсем шухăшланă: салтакран çав тӳре çавăрса килчĕ, халĕ те çурт тума пулăшĕ, тенĕ. Çавăнпала ăна ун чухне вĕсем пĕтĕм ăратнипеле пуçтарса пĕр аван, икĕ хутлă (алçилĕ) кĕлет туса, çав кĕлете сурпанпа укçа хутаççине çакса хунă. Çав хутаççа укçине хунă. Пурăнсан-пурăнсан, импичче салтакран килсен, пирĕн аттесем вăл кĕлетрен сурпанпа укçа хутаççине урăх начар çăнăх лаççине çакса хунă. Халь те çав лаçра çакăнса тăрат.

тӳрĕ

(тӳрэ̆), прямой. ТХКА 59. Тата сирĕн тăрăхри ялсем тӳрĕ пушăтсене касса пĕтереççĕ. Апла çăка ӳсеймест, пӳртлĕх, кĕлетлĕх пĕренесем пулмаççĕ. || Честный, правдивый. N. † Тӳрĕ хĕре каччă сават. N. Анчах тӳрĕ, ăслă çынна, халăхшăн тăрăшакан çынсене суйлас пулать. N. † Тӳрĕ çын тӳрере: тӳрĕ пулса пулмарĕ, тӳрене кĕрсе пулмарĕ. Эпĕ тӳрĕ çинчен мана ылхансан та çитмĕ-ха. || Правый. || Прямо. Ст. Чек. Изамб. Т. Хĕрлĕ çырсене Елчĕке ярмаккана кайма çĕнĕ Ейпеçрен тӳрĕ. N. † Çӳл-ту çинчен çул анать, хапхийĕ тӳрĕ уçăлать. || Спокойно. В. С. Разум. КЧП. Вăл (аптраса) сценă çинче кулчĕ те, тӳрĕ тăмарĕ. || Мирно, дружно, согласно. Н. Байгул. Вĕсем арăмĕпе пит тӳрĕ пурăнайман. N. Ятне каламасан, тӳрĕ пурăнаймасть, теççĕ. Истор. Ашшĕ вилсен, вĕсем нумай тӳрĕ пурăнайман, час вăрçса пĕрне пĕри вĕлере пуçланă. N. Пирĕнпе тӳрĕ тарăр! Янш.-Норв. † Икĕ касă хĕрĕ тӳрĕ пулсан, выляма лайăх, теççĕ. Сенг. Эпир унпа пит тӳрĕ пурăнаттăмăр. Юрк. † Арлă-арăм тӳрĕ пурăнсан, ĕмĕр иртни сисĕнмес. || Состоящий в любовных отношениях. N. † Ман тӳррине илекен хĕне кайтăр хĕрĕх çул. N. † Каяйрасчĕ çав вăя, пирĕн тӳри çук унта. Шурăм-п. Çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. N. † Ай-хай ача ĕлĕкхи тӳрри (ятне) пур, хапхи умне тăрса юлчĕ. (Свад. п.). Шемшер. † Шор шарăх порччĕ ман, çӳçи çокран çыхмарăм; ялта тӳрри порччĕ ман, мăн çын пĕлесрен порăнмарăм. Ib. † Ялта тӳрри порччĕ ман, кориман тăшман сивĕтрĕ. Никит. Марье тӳрри, друг, любовник Марии. N. † Сар ача çăмма ларсассăн: унпа тӳрĕ, ан тийĕр. N. † Эпир савнă туспа тӳрĕччĕ, тăшман пычĕ-сивĕтрĕ. N. Укçинепе тӳрĕ ача тӳртĕн тăрса макрать, тет. || Честно. Собр. Тӳрĕ пурăннине ним те çитмĕ, теççĕ. (Послов.). || Откроенно, прямодушно. Янш.-Норв. Упта вара лешĕ тӳрех калать, суеçтерме юрамасть. Собр. Тӳрĕ калан тăванне юраман, тет. (Послов.). || Без дела. В. С. Разум. КЧП. Тӳрĕ çӳреме анчах-ĕçке, ĕçлеме пĕре те пултараймасть. || Прямизна. Шурăм-п. Хĕвел тӳрре карĕ. || Правда, истина, прямота. N. Усал çынсем ăна тӳрре вĕрентнĕшĕн кӳраймасăр вĕлерттернĕ. N. Эпĕ сана тӳррине каласа парам. N. Кĕвĕсем. Калăрсамăр, тăвансем, чăн тӳрриие: сирĕн чунăр кама та пит савать? N. † Çын хурласан та, эс ан хурлан, пĕр тусăм хăй курĕ тӳррине. || Цель. N. Тӳрĕ кӳреймерĕ. Не попал в цель. || Назв. злого духа. Т. VI. Ехвер Иванин, Утан çитăрăн тур хаяр тӳрри... Сехтийĕн тӳрри... Михеле хурт лартнă çĕрти тӳрĕ. См. йĕрĕх. Ст. Чек. Ăш чирĕ тӳрĕрен. Микушк. Тӳрĕ, дух; чирлĕ çынна çав тӳрĕ лекмен-и? Тяберд. Тӳрĕ — усал. Т. VI. Учук тунă çĕрти тӳрри. См. кĕл-илен. Ст. Чек. Кĕсен-çăпанпа асаплан(тар)акан тӳрре. || Исцеление? Панклеи. Кăрмăша тӳрре каятăп. Опан котне колта-полта тунă (говорит медведь, у которого лисица исцарапала зад. Сказка № 9).

тӳрĕлеш

мириться. Ашшĕ-амăшне. Пĕр енчен, вăл хĕрне каçарса, унпа тӳрĕлешесшĕн те пулнă, тата тепĕр енчен, апла каçарма шикленнĕ.

тӳркес

, грубый, нецеремонный. Ядр. Çутт. Темле пĕр кайăк анчах, тӳркесскер,... чĕрĕклетсе илет. || Гордый, держащий себя с достоинством. Шибач. Тӳркесрен полать. Тӳркес = чĕнмес(ĕр) çӳрет (попляма йоратмаçть).

тӳркӳлли

назв. духа (из тӳрĕ+кĕлли). N. Лешĕ, ултавăç, сан куçа çанти тӳркӳлли (тиркӳли) тытнă, тет; сан унта пăртакçă тутăр çине çыхса, кĕрпепе пĕр-икĕ пус укçа кайса çакас пулать, вара тӳрленет, тет. ЩС. Тӳркӳлли, кукла из соломы, в платье, с головою из материи, лицо перекрещено двумя соломинками; бросают на дорогу, чтобы избавиться от болезней. У некоторых „тӳркӳлли“ стоял в доме. Ib. Тӳр-кӳлли — йĕрĕх, изображение из дерева. Ib. Тӳркӳлли — йĕрĕх, злой бог; вăрăм калпакпа çӳретчĕ, тет.

тӳркĕлли

назв. духа. См. тӳркӳлли. Орау. Тӳркĕлли, эсĕ те пулин вырăнта лара пулин пар. (Отрывок из неизвестной молитвы). Ib. Пĕр-пĕр хĕр хăй пĕчĕк чухне пуканесем тăвать; çав пуканесене качча кайнă çĕре илсе каять. Унтан вара вăл пуканесене юратнă хĕрĕсене парса янă, çавсемпе пĕрле йĕрĕх кайнă. Çав пуканесем çĕмĕрĕлмесĕр çичĕ сыпăка çитсессĕн, тӳркĕлли пулнă вара (от тӳрĕ — пĕлет йăнăшне, тӳррине, айăплине). Ib. Пĕр пуканене пĕр пăсмасăр çичĕ сыпăка çитиччен хĕртен хĕре парса ярсан, тӳркĕлли пулать (йĕрĕх). N. Тӳркĕлли, неумолимый злой дух (упрямый), которому в старину чуваши приносили в жертву гусей, уток и жеребят. Куклы, изображавшие зтого духа, помещались в кузовках, повешенных в лачугах чувашских жрецов-йомзей. Девица, выходя из такого дома замуж, непременно должна была, из опасения прогневить злого духа, взять для умножения его семьи одну из кукол. Впрочем, женихи избегали таких невест, даже богатых. Собр. Тӳркĕлли — ватă тутар, тет; вăл вара пĕр-пĕр çын кĕлетне кĕрет, тет те, ниепле те тухмасть, тет. Пирвай тӳркĕлли хуçасене пĕлмешкĕн тĕлĕкре ватă тутаррăн курăнса, хăй пурăнакан кĕлетне кĕрсе кайнă пек курăнать, тет. Унтан вара пирвай ашшĕне е çăпан (кăларать), е шыçтарать, тет; унтан ывăлĕсенĕн пуçĕсене кĕсен кăларать, тет. Вара ăна хуçи кăвакал илсе пăтăпа чӳклет, тет те, тин тӳрленет, тет. Çапла вара, пĕрре чӳк туса çырлахтарсан, хуçине пĕрре те тытмасть, тет. Тăрсан тăрсан, вара кӳршисене тыта пуçлать, тет. Хуçи вара: çав тытать, тесе, каласа ярать, тет те, кĕлете чĕрес çакса ярать. тет. Кӳршисем вара унта укçа кайса яраççĕ, тет. Укçи нумай пухăнсан, хуçи çав укçана пуçтарса каллах пасартан кулаç илсе чӳкĕ тăвать, тет. Хуçи тӳркĕллине çилентерсен, урине шыçтарса, вара виличченех тӳрлентермест, тет. М. Васильев. Тӳркĕлли был вроде (подобен) киремет хаярĕ (4 разр.). N. Тӳркĕллине тӳрлетме тьыха тытса пусмалла, терĕ. Тогаево. Тăта пирĕн ялта тӳркĕлли полнă, тет. Ăна вара е кăвакал, е хор, е тин çорăлнă путек пусса панă, тет. Çав тӳркĕлли çорçĕр çитсен вара тенкĕсем çакса ярса, шăнкăрт! шăнкăрт! шăнкăртаттарса орам тăрăшпе анчах çӳренĕ, тет. Халь çав тӳркĕлли çок, мĕншĕн тесен ăна халь никам та пăхмаç. Вăл тӳркĕлли, как хăйне пăхма пăрахсанах, кайран вара орам тăрăшпе макăрса çӳренĕ, тет, вара кайран просутăва (?) качча кайнă, теççĕ. ЧП. Тӳркĕллие тӳрлет (умилостивь). Янш.-Норв. Вĕсем хăш-хăш килкартинчи кĕлетсенче тӳркĕлли пур, тесе ĕненеççĕ. Çав тӳркĕлли çынна çăпан кăларать те, куçа пăсать, теççĕ; унтан ытла вăл çынна ниепле сиен те тăвамасть, теççĕ. Çăпанпа куçа тӳрлетес тесен, вĕсем юмăç патне каяççĕ те, юмăç каласа янă тăрăх тӳркĕлли кĕлечĕ умне е укçа кайса пăрахаççĕ, е нимĕрпе кайса чӳклеççĕ. Çапла тусан вара, тӳрленет, теççĕ. Кĕлетре тӳркĕлли пуррине вĕсем тĕлĕкре курса пĕлеççĕ. Ib. Пирĕн тӳркĕллине кĕлетре пурăнат, теççĕ. Йӳç. такăнт. 24. Есрел! Кив тӳркĕлли! Вилнĕ!

тӳрлен

(тӳрлэн), выпрямляться, сглаживаться. || Поправляться, вылечиваться, выздоравливать. Ачач 69. Ан хăра. Ытла хăрасан, ухмаха ерет, теççĕ. Ыранччен тӳрленĕ-ха аçу. Çывăр. ЧС. Апла тусан, сикнĕ алă тӳрленекенччĕ, терĕ. N. † Хĕрсем уявран кĕрсессĕн, айлюлли, арăмсен тути тӳрленет. Ау 270°. Хай кукшанăн кукши веç тӳрленет, тет. Регули 127. Тӳрленесскере кайлах ыраттартăм. Ib. 128. Тӳрленесскере, ку амала исе кайлах пăсса прахрăм. || Улучшаться. Чăв. й. пур. 21. Унта кĕрсен вара пăртак пурнăçĕ тӳрленнĕ. || Помириться, примириться. Сред. Юм. Ĕлĕк пит вăрçса порнатьчĕç те, халь тӳрленнĕ ĕнтĕ (помирились). ЧС. Каллах хайхисем çавăнтах тӳрленеççĕ те, пĕрле ытамлашса юрласа çех кĕреççĕ. Янш.-Норв. Хунĕ патĕнчен ăшă хыпар килсен, ку арăмĕпе (с украденной женой) пĕр четвĕрт эрех илет, тата пĕр-ик витре кĕрекен пичĕкепе сăра илеççĕ те, хунĕ патне тӳрленме каяççĕ. (Хĕре вăрласа илни). Истор. Выçă аптараса çите пуçласан, лешсем хăйсемех Иван патне: тӳрленер, тесе ярса калаттарнă. || Перестать. Орау. Халĕ вăрламасть ĕнтĕ, халĕ тӳрленнĕ (перестал).

тӳрлештер

помирить. N. Кам та кам килĕштермесĕр вăрçса пурăнакансене майлаштарса пĕр-пĕринпе тӳрлештерсе ярать, вăл çын телейлĕ.

тӳрмен

неотёсанный, резкий, грубый. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çын çынсем калаçнă чухне е кулмалла, е кирлĕ мар япала çинчен лап (вдруг) каласа хурат (ляпнет глупость), ăна вара тӳрмен чĕлхе теççĕ. Н. Карм.. † Хăвараймăп, тăван, сирĕн кăмăлăра пĕлнĕ-пĕлмен тӳрмен чĕлхепе. Пшкрт. Тӳрмен çын — редко говорит, неразговорчив, сидит себе. Хорачка. Тӳрмен, сояламаст çынпала, чĕнмест. || Ленивый. Хурамал. Тӳрмен (= юлхав) çынна калаççĕ: пике майри, теççĕ (= аслă çын арăмĕ). || Непокладистый, своенравный. Трхбл. || Упрямый, негодный. Трхбл. Тӳрмен çын, упрямый, негодный человек.

тӳс

(тӳс), терпеть, вытерпеть, выносить. N. Пирĕн патра халь каççине тӳсмелĕх те çук сивĕ. N. Пуçа нуша кисен, этем тӳсет иккен. N. Тӳссе ирттер. Ск. и пред. чув. 70. Пулас туя ял-йышсем тӳсеймесĕр кĕтеççĕ. N. Пĕр çуллăха мулкачă тире те тӳсет, теççĕ. Чăв. й. пур. 31. Тарçăсем те ун патĕнче, ниепле çын та тӳсеймен. Зап. ВНО. Алăпа тунăскерне, çурăмпа тӳсес пулать. Сред. Юм. Ĕлĕк пĕлĕт аялта полнă, тет, пĕр матка ачи котне çăкăр сăмсипе шăлнă, тет те, пӳрт тăррипе пĕлĕт хошшине хĕстерсе хонă, тет, вара çавна тор тӳсеймесĕр, пĕлĕте çӳле охтарнă, тет. Никит. Тӳсмелле мар ыратать.

тӳшек пичĕ тĕрри

назв. узора. К.-Кушки. Тӳшек пичĕ тĕррин кумми: çирĕм мăшăр кăвак, пĕр мăшăр шурă, ултă мăшăр кăвак, пĕр мăшăр шурă, çирĕм икĕ мăшăр хĕрлĕ; ураççине кăвак ывăтаççĕ.

тӳшки

туша. Хурамал. Пĕр çын тӳшкипе сысна какайĕ сутать, тет.

тăв

(ты̆в), делать. См. ту. Собр. Пĕр çын тăвнине пин çын чуп-тăвать (Курка). Сред. Юм. Тем тăваттăм поль сан хыçран çӳресе, сурса хăварам ак. Что мне за тобой ходить-то, наплюю вот. ТХКА 92. Тата кӳме тăрринче чăх пек, пуçне каçăртса кăтиклет. || Строить.

тăван

(ты̆ван), родной (брат, сестра и пр.); родственник вообще. ПВЧ 101. Тăван тоти — пыл тути (йот çын тути — йон тути. Вомбу­-к). N. † Çӳлĕ кĕлет умĕнче шăнтăм, тăван, кĕрĕкне пар. Автан авăтать, тул çутăлать, каяп, савни, аллăна пар. Пазух. Эп килмĕттĕм, тăван, ай, çак киле, анчах пĕрле ӳснĕ те тантăшсем. Изамб. Т. Тăван çичĕ ютран усал тенине илтмен-им? Алешк. † Шурă тăван кăвак куçлă пултăр, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Толст. Вăрманта икĕ пĕр тăван пур. Бреняш. учит. Ама-çурин валĕ валеçнĕ чух ютран тăваншăн алли кĕске, хăйĕнчен тăваншăн алли вăрăм. N. Ютă тăвантан хытă çыртать. (Послов.). Бел. Гора. Эпир сана, Маруçинка, тăвантан йăхăрăпăр. Собр. † Уçрăм-пăхрăм алкине, тăватă тăвансем лараççĕ. Ib. † Эпир килетпĕр çак килле, тăвантан тăвана шыраса. ПВЧ. † Эс таçтаччĕ, тăван, эп таçтаччĕ, явăçтарчĕ телей пĕр çĕре. Хора-к. Тăван тăвар тути калать. Юрк. Чӳнтертен тăван Иван çуралнă. Унтан тăван виçĕ ывăл пулнă. В. С. Разум. КЧП. Эх, тăванăм, эсĕ те çав ĕçе тунă пулмалла. Юрк. † Кайăк хурсем пыраççĕ картипе, кукăртан кукăра шыраса; эпир те килетпĕр çак киле, тăвантан тăвана шыраса. Ib. Ютран тăван, чужой человек; хамăртан тăван, свой человек. Ib. † Хамăртан тăван килсен, кукку çунатне сарса ярат. Ib. Çĕрккĕ тăван çĕр çулта, паян тăван пин çулта; çуллĕн вĕçен, çĕрĕн кусан, кутăн шăван, уранăн утан — пурсăмăр та çак хăта патне сăра ĕçме туя килтĕмĕр. (Такмак). Ст. Шаймурз. Эпир тăхăррăн пĕр тăван-тăр, теççĕ. Ib. † Эпирех те килтĕмĕр çак киле, тăванăн тăвана шыраса. Ib. Кăсене илме килнĕ кĕçĕн тăванĕ пилĕк тĕле пиллĕк сурат. Алешк.-Сапл. † Аппа, шăл урайне тасарах, пăхсан шур кĕленчен курăнтăр; тăван тусан, ту юлташна матурне, куçран куçа пăхсан йăл култăр. Сред. Юм. Тăван атте-анне, родные отец и мать. Ib. Тăван пиччĕш, родной старший брат. Якейк. † Йот çын тăвань (чужие) пырсассăн, яшка çупа пĕçереç; хамăр тăван пырсассăн, сив çупала пĕçереç. N. Вĕсем пĕр тăван, они сестры. N. Сысман пăх кута çыпçăнмасть; хăвăнтан тăван мар ача пĕрле пурăнмасть. (Послов.). Городище Б. Санпа пĕр тăвансем миçе? Сколько у тебя братьев и сестер? ЧС. Эпир хам тăванпа, Хветĕрпе, асаттене пĕрте юратмастпăрччĕ. БАБ. Ытти тăвансем пек çулталăк çурăра утакан пулас вырăнне, çичĕ çултан тин утакан пултăм. Юрк. Вăл халĕ сирĕн тăванăр мар, сирĕнпе те, пирĕнпĕ тĕ чăвашла калаçмаст. N. Атте хапхи тăпсине шăтрĕ-тухрĕ пĕр хурăн; çав хурăна кăçалхи çул касмасан: ĕмĕр ларĕ, тетĕр пуль; пирĕн атте-анне тăван хĕрне паянхи кун памасан: ĕмĕр ларĕ, терĕр пуль. (Хĕр йĕри). ЙФН. Пурçăн туттăр айĕ çине ылтăн кукку килсе ларчĕ. Хамран тăван килчĕ те, саркаланса авăттăрĕ; ютран тăван килчĕ те, пăчăрăна-пăчăрăна авăтрĕ. ЧП. Пирĕн аттен тăван хĕрĕ. КС. Юратнă тăванăм! Мĕншĕн эсĕ мана кăçал питĕ тунсăхлаттартăн? Эпĕ санăн çыруна кăçал хĕлĕпех чунтан кĕтрĕм. (Письмо к брату). Альш. † Эсĕ чĕнтĕн, тăванăм, эп чĕнмерĕм, çиленсе мар, тăванăм, вăтанса. Ib. Ĕнтĕ пĕр тăванăмăрсем, çунатăмсем, килĕре те килсессĕн, чысăр пур. N. † Тăван курки тăваткăл. || Рожденный. N. Ай-ай, куккук, чăпар куккук! Хамăртан тăван килсессĕн, мăйне пăрса лараят; ютран тăван килсессĕн, мăйне тăсса авăтать. ЧС. Ялан сутăн илнисем вилетчĕç, килте тăванĕсем вилместчĕç (лошади). СТИК. Ун ачи хăнтен тăван мар вĕт. Его сын не родной. Собр. Пирĕн аттерен тăван хĕрĕ. Ib. † Çӳлте вылят хурт амĕш, хăйĕнчен тăван çӳрисене уйрасшăн мар-и у? Ай пиччеçĕм, пичче, хăвăнтан тăван хĕруна епле уйăрса ярăн-ши? МД. Тăван атте, тăван аппа. N. Вĕсем икĕшĕ (медведь и попадья) пурăннă, тет, упаран тăван ача пулнă (у нее), тет. (Из сказки). Юрк. † Савнă тăванăм, хура куç, асăнат-ши, асăнмаст-ши асне килнĕ вăхăтра.

пĕр тăван

родной, родные братья и сестры, единоутробный(-е). N. Пĕр тăван та пĕр пулмаст, теççĕ вĕсем. Череп. Эпир пĕр тăван ачисем, двоюродные братья. Юрк. Аттепелен пĕр тăван ачисем, пиччесем, килнĕ; вĕсем те мана пит авлантарасшăн. N. Вăл килте иккĕн пĕр тăван хĕрсем пурăнаççĕ. Б. 1З. Эсир миçен пĕр тăван? N. Аттепе пĕр тăван аппа. N. Çавăнтан малалла кайсан, вăл тата иккĕн пĕр тăвана... курнă. N. Эпир çиччĕн пĕр тăванччĕ. ЧС. Пĕри Çумкка шăлĕччĕ (один был младший брат Сёмки), тата тепри çумкка ашшĕпе пĕр тăванин ывăлĕччĕ. Г. А. Отрыв. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, икĕ амаран çуралнă. Орау. Унпа пĕр тăванне илнĕ. Женат на его сестре. N. Вăл килте иккĕн пĕр тăван хĕрсем пурăнаççĕ. Ала 60. Эпир, атте, санран саккăрăн пĕр тăван. N. Йытăпа пĕр тăван (брань).

тăваткал

(ты̆ваткал), четыреугольный, квадратный. Ёрдово. † Тăваткал çытар тĕрлĕ пит, сарса ан хорăр — лармастăп. Тюрл. † Тăваткал çаран тват çаран, çăлассинчен пухасси. Пазух. Тăваткал çерем çĕр-çырли, çырли нумай, çĕр сахал. ЧП. Тăп-тăваткал. N. Тваткал куçлă, клетчатый. || Квадратная или четыреугольная площадь. N. Урам тăваткалĕ, площадь. N. Эпĕр тăракан вырăн 8 çухрăм тăваткалĕ, лупам вырăн, питĕ тӳрем. Ходар. Пĕремĕкне çуррине пиччене пачĕ, çуррине çул тăваткалне, куçсем кайма, еçсе пăрахтарчĕ. Пăрахнă чухне ак çапла каласа пăрахаççĕ: ырă урапа çуна йĕрĕ, çак куç ăçтан килнĕ, çавăнта еçсе пар, тет. (Из обряда „куç чĕлхи вĕртерни“ во время „шатра“). N. Акă ял варринче, пĕр пĕчĕк тăваткалта, шкул çурчĕ... пысăккăн курăнса ларать. || Мера земли. Магн. М. 44. || Особая кладка снопов, когда ставят верхушками вместе с четырех сторон по одному или по два снопа, наверху один сноп (входит 15—20 снопов). Чертаг. || Назв. особого платка, размером 21/2 четверти в длину, 2 четверти в ширину. Атмал-к. N. Тăваткала, хĕр кĕрӳ килне кĕрсен, пуç сырас умĕн, пуçне витсе тăнă. Уна кĕçĕн-кĕрӳ ташласа илнĕ. Уна вара кĕрӳшĕ сылтăм алăн кача-пӳрнине çакса çӳренĕ. Тăваткал пӳркенсе тăнă чух хĕр аллисене чăмăртаса сăмса патĕнче тытса тăнă. || Назв. растения (козловка). Абыз. КС. Тăваткал, иначе: кашличĕ, граненый ствол, едят.

тăваткăл

то же, что тăваткал, четыреугольный, квадратный. Янтик. † Тăваткăл минтер, хăмаç çип, сарса тухăр сак тулли. Тим. † Тăваткăл та çерем çырлалă. N. Вăл çĕре вĕсем тăп-тăваткăл касса илнĕ те, пур кĕтессе те пĕрер чул юпа лартнă. Янш.-Норв. Тăваткăл татăк, четыреугольный кусок. Собр. Тăваткал çаран. || Клетка. N. Тăваткăл тĕрĕлĕ, клетчатый. N. Пир тăваткăлĕ. || Квартал, квадратная площадь. Ачач П. Хупах çуртĕнчен шутласа виç-тăват тăваткăл хăварсассăн, аслă урампа пынă чух, пĕр кивĕ, лутра пӳрт çумĕпе, иртсе каймалла, N. Урам тăват-кăлĕ. Ау 151°. † Тăваткăл-тăваткăл касаççĕ, аслă çула виçеççĕ. || Бубны (масть в картах). Кутема.

тăваткăллă

четыреугольный, квадратный. Рак. Пĕр кĕтесси тăваткăллă, тепĕр кĕтесси виççĕлĕ, пĕлмесессĕн хам калăп. (Калăп).

тăваттăн

четверо, вчетвером. N. Эпир таваттăн пĕр тăванччĕ, тăваттăнтан хурлăхли пĕр эпĕ çех юлтăм. Завражн. Тăваттăн пӳрте кĕреççĕ, пĕри чăлана кĕрет. (Алăпа алса тăхăнни). Н. Седяк. Тăваттăн тĕвеççĕ, пĕри авăсать. (Лаша). N. Эпир чăваш тăваттăн анчах, орăх пĕр паллакан та çок.

тăвăн

(ты̆вы̆н), сгрудиться, столпиться во множестве. Череп. Сред. Юм. Паян тыр пит анса тăвăннă та пристăна, тыр йӳн полчĕ. Шибач. Тюрл. Кăвакал хăвалать кӳлтен полла, çав тăвăнать пĕр пуçне (как каша). || Задыхаться. N. Чĕри хăвăрт сикнипе пырĕ шăлтах тăвăннă... N. Пĕрре пăхрĕ — ăмсанчĕ, тепре пăхрĕ — тăвăнчĕ. Хурамал. Тутă лашана кинет чуптарсассăн, вăл чупайми пулать; ăна вара: лаша тăвăнчĕ, теççĕ. Шорк. Лаша йывăрпа ту çине хăпармалла пулсан, хăмăчĕ тăвăр пулсан, тăвăнса вилме пултарать. КС. Ăш-чик тăвăнса килчĕ (от одышки, от тошноты и пр.). || В перен. см. Шибач. Тăвăнса çитет (тошно, страх). N. Пит чон тăв(ă)нать. N. Çула иксĕмĕр мĕ(л)ле пурăннине шукăшлатăп та, питĕ чун тăвăнса ухат. N. Ăш тăвăнать; ăш-чик тăвăнса ухать; ăш тăвăнчĕ. Сред. Юм. Ăш-чик толса (тăвăнса) çитрĕ. Очень рассердился. N. Часрах васкар ĕшнене; халăх чунĕ кăçалхи çу тăвăннă.

-тăк

частица, соответствующая русскому так. Якейк. Ак ача-тăк ача! Вот молодец! Ib. Ак лаша-тăк лаша! Вот лошадь так лошадь! || Если. Чотай. † Атя, хонь старик, с(ă)ра ĕçме, полштох эреке чиксе пыр, окçу çок-тăк арăмна сот. Якейк. † Полас, полас, поласах; полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар. Сунт. Ну, Якур, каяс-тăк каяр. Йӳç. такăнт. 5. Каяс-тăк каяс, кĕтеççĕ пулĕ. Альш. Пĕр-ик хăлаç алтса антăн-тăк, шыв тухат вара.

тăклаттар

стучать. Сред. Юм. Эп аçампа чӳркенсе выртнă та, камне корман, пĕр çын туйяпа тăклаттарса иртсе кайнине илтрĕм тулькă. Ib. Старик туййипе тăклаттарса пырать. (Туяпа отса çӳрекен çынсĕм, туйяна çĕр çине тăратнă чох илтĕнекен сасă). КС. Сĕтеле тăклаттарчĕ (не сильно). Ib. Тăклаттарса чупакан лашан юртти ӳсĕмсĕр (мелкие шаги и неповоротливость ног). Ib. Тăклаттар = кăтлаттар (походка).

тăк

(ты̆к), лить, выливать, проливать. Янтик. Тăкайрас ăна ушкĕнпех (вылить и больше ничего), хуçа ан та пĕлтĕр унта мĕн пулнине. СТИК. Вăт ĕнтĕ тăкат. Вот уж льет (о сильном дожде). Орау. Эй тăкать-çке çăмăрне. ПТТ. Çав çын тем тĕрлĕ килсе тăкса антарас çумăра та сирсе ярат, теççĕ. (Петĕркке шăтăкĕ). N. Тăранса, тумланса пурăнас тесен, малтан тар тăкса ĕçлемелле, || Сыпать, просыпать, рассыпать. N. Ыраша çил тăкрĕ. || Ронять. Пазух. Мăкăнь çеçке тăксассăн, каять пахча илемĕ. ЧП. Мăкăнь çеçкисене çил тăкать (обивает). СТИК. Çĕмĕрт чечекне тăкрĕ (отцвела). || Стрелять. Демидов. Унтан кăсем тата тăка пуçларĕç, тет, кăсем çине стреласем. || Тратить, расходовать, издерживать. N. Мана сарă ерчĕ те, çампа пĕр маях укçа тăкатăп. Хĕн-хур. Вăл чирлесе выртнă вăхăтра лекĕрпе лекартсăшăн мĕн чухлĕ укçа тăкрăмăр эпир. Чăв. й. пур. 12. Куншăн, нимĕнсĕр укçа тăкса çӳренĕшĕн, ашшĕ татах вăрçмалла пулчĕ вĕт ĕнтĕ. || Вывозить, валить. N. Эсир пăха ăçта тăкас тетĕр? || N. Çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнтен кун пĕтрĕ; шуралса шурăм-пуç килнĕ чух арăмăнтан уйăрăлтăн (хĕрелсе хĕвел тухнă чух хĕр-тантăшсенчен уйрăлтăн); тăр-кăнтăрла çитнĕ чух йăхран-тĕпрен уйăрăлтăн. (Юрлаççĕ тăкма тухнă чух, ăсатнă чух юрлаççĕ). || Иметь урон. N. Халăх тăк, иметь потери людьми. || В качестве вспомог. гл. N. Эпĕ илнĕ пĕренене касса тăкса пĕтернĕ. N. Темĕн чухлĕ тупă кăларса тăкнă (наставили?). N. Каласа тăк. Кан. Подпискă адрĕсĕсене чĕрсе тăкнă. Ib. Юлашкинчен уçăп кăмакине пĕрер кирпĕчĕн ывăтса тăкрĕ. N. Çийĕнчен тумтирĕсене çуркаласа тăкса... Шибач. Вăл хота çĕтсе тăкрĕ хоçи арăмĕ (изорвала и бросила). Хăр. Паль. 14. Кăна вăл лайăх çеç ятласа тăкрĕ. Ырласа тăкни мĕне? — Кирлĕ мар. Ib. 14. Тăван сассене хурласа тăкрĕ. Итлемесен пурсăра та касса тăкăпăр, тенĕ. Собр. † Пус кутĕнчи кăвак пăр; касса тăкман пулсассăн, ĕмĕр иртĕ, терĕç пуль. Курм. Ан кала-ха, ак эпĕ сана халех хĕнесе тăкăп. Чебокс. Тарçи пĕтĕм сурăха пусса тăкрĕ, тет. Качал. Çав карчăк хĕçпе касса пăрахрĕ, тит, Йăвана та, кайса тăкрĕ шыв хĕрне. Альш. † Ютсем йышлăн, эп пĕччен: калĕçĕ те тăкĕçĕ; калас сăмахăма калаймăп.

тăкăн

литься, выливаться, проливаться; сыпаться, осыпаться, падать. Баран. 139. Çырмасем ĕмĕр-ĕмĕрех тинĕселле юхаççĕ, çапах тинĕс тулса тăкăнмасть. Пухтел. Кăвас тăкăнса пĕтнĕ. Тесто ушло. ПВЧ 131. Юри кайрăм вăрмана çулчĕ-çулчĕ тăкăнса пĕтнĕ чух. N. Хирте тырă тăкăнса выртать (осыпается). N. Йывăç çинчен йор тăкăнать. N. Тĕк-мамăк тăкăнни. N. Тăкăннă иккен хĕрлĕ улми çилпелен. О сохр. здор. Çав хупăланса юлнă чечек вара, пĕр виç-тăват кун тăрсан, тăкăнат. ЧП. Нуммай лармĕ, час тăкăнĕ (сар чечек). N. Нарута чавсапа тĕртсе ярса нарут пĕтĕмĕшпе тăкăннă, тет. (Из сказки). Сред. Юм. Ыраш тин çиç ешлĕччĕ, пĕр май уяр полчĕ те, тавна тăкна пуçларĕ. N. Ыраш, тутти, тăкăнать, пĕр май çил тăрать. N. Камăн темĕн тĕрлĕ ылтăн-кĕмĕл тăкăнса выртать? N. Вĕсен кĕлечĕсем тăп-туллиех: хăшне пăхнă, вăл тăкăнса тăрать. О сохр. здор. Çав чирлĕ çынтан тăкăннă япаласем (при оспе)... Яргуньк. Çав кӳлĕ куçнă чухне пулăсам тăкăнса юлнă. || Выпадать, вылезать. Трахома. Куç-хупаххи шыçса кайнă, хăрпăхĕ тăкăнса пĕтнĕ. Ала 95. Ачин вара ури чĕрнисем пурте хăрса типсе тăкăннă, тет (от обморожения). || Валиться. Орау. Виçсĕмĕр те пĕр вырăн çинех тăкăнатпăр (о спанье). N. Эпир харăс-харăс пере-пере, тăшмансем утă çулнă пек тăкăнчĕç. N. Эх, мăн-тарăн çемйисем, тăкăнса юлчĕç Тилечер ялин варрине! N. Хамăр кил-йышĕпе сĕтел тавра шĕкĕр ларса тулнă. Тутах тăкăнмасть. Саккăрăн çав хамăр. || Слетаться на озеро (о птицах). || Расходоваться, тратиться, издерживаться. Юрк. Ахаль тăкăнса çӳренни анчах. Только бесполезные расходы (а толку нет). || В качестве вспомог. гл. Букв. 1904. Шăвăç хыçлă лайăх çунасемпе чĕннĕ хăнасем килсе тăкăнчĕç.

тăктар

(ты̆ктар), понуд. ф. от гл. тăк. Ст. Яха-к. Хайхи алтăр çинчи апатсене кил-карти хапха юпи кутне пĕр çынна кăларса тăктараççĕ.

тăкан

то же, что тăкак. N. Пĕр-пĕр уяс тăканĕ вăл уясшĕн усăллă пултăр.

тăкăм

род. N. Пĕр ăрăвĕ кайри пичче тăкăмĕ пулнă. СТИК. Кам тăкăмĕсем пулаççĕ çавсем? — Такшин масар тăкăмĕ пулать, хам та пĕлместĕп.

тăкăс

(ты̆гы̆с), приторно-кислый. СТИК. Улма тăкăс. N. Халь тăкăс лекет (пища). || Плотный, тесный; плотно, тесно. Изамб. Т. Чиркӳре тăма тăкăс (тăвăр) пулат. N. Парне вырăнĕ çумĕнчи мăйракасем патне çитичченех тăкăс тăрса тухса праçник тăвăр. N. Хĕлле çул тăкăс пулсассăн, лашана йăвăр килет (сани плохо скользят по дороге по причине особого свойства снега). Календ. 1904. Юр вĕтĕ пулсан, тăкăс, хытă ларать, ун пек юр çуркунне час ирĕлмест. О земл. Вара шăтăка тин çулнă утта хытă, тăкăс таптаса тултараççĕ. Баран. 113. Тăмлă çĕр пит тăкăс, йывăр. N. Тăкăс тăпра, плотная глинистая почва. Костынев 68. Пуринчен ытла тач çыпăçса тăракан тăкăс тăпрана ытла тачкалла сухалама юрамасть. || Ровно. СПВВ. ВА. Пĕр тăкăс çуса тăчĕ. N. Йăкăш-якăш юхнă чух вĕçсе пырать симĕс хыс, çавăрăнса илнĕ чух пăркаланать пит тăкăс. || Неуживчивый. N. Тăкăс кăмăллă.

тăла

(ты̆ла), сукно. Регули 602. Лайăх тăларан сăхман (сăхман лайăх тăларан) вонпилĕк сом тăрать. Ib. 1549. Пĕр сăхманĕ шор тăларан, тепри хора тăларан ĕçленĕ. Сред. Юм. Тăлана поссан, ôн тăрăш те кĕскелет, анĕш те ансăрланать; вара: тăла кĕнĕ, теççĕ; анĕш те пăртак çиç ансăрлансан, тăрăш те пăртак çиç кĕнĕ подсан: тăла кĕмен, теççĕ. Тумтир çĕлеме илнĕ тăла тăрăхĕсем. N. Тăла тĕрки хирелле кусса шуса кайрĕ пек. В. Олг. Тăла тĕртни...

тăла-варри

то же, что тăла-вар. Курм. Тикĕт шĕнчен тохнăскер, тăла-варрипа тытнăскер. Бгтр. Шыранă чух çĕрте пĕр тăла-варри выртать, тет (нашел).

тăла чĕлхе

„таловый язык“. Ст. Чек. Тăла чĕлхе çавранайман пĕр тĕрлĕ йывăр сăмах калама.

тăлă вăрламалла

или тăлăлла, назв. игры. Якейк. Тăлă вăрламалла (на кормёжке). Ачасам чăрпуççисене тăратса, чăрпуççи çине чаппансам витсе, чаппансене ӳкесрен шăлпа çыртса, аллисене чăрпуççи айне туса карталанса лараççĕ. Карташне пĕр ача (йопа) кĕрсе ларать. Йĕри-тавра чаппан çыртса ларакан ачасенчен пĕри валтанах хатьăрласа хонă тăлăпа варĕнче ларакан ачая (йопая) çапать те, тăллине е хăй чаппан айне тăвать, е тепĕр ачая парать. Йопа тăлă шырама пуçлать. Тăллине кам айĕнчен топать, çав йопа полать; вăл тăла шыранă хошăра тепри ăна çапса та илет. Çав вăхăтра тăлли чăрпуççи айĕнчех çӳрет. СТИК. Тăлăлла, особая игра. Играют на кормежках. Садятся кругом 6—7 человек, одного ставят на середину. Ноги покрывают кафтанамн, колени поднимают, и это пустое место между коленями и землею служит тайной передачей веревки. Человек, стоящий в середине, должен найти эту веревку. В чьих руках он найдет, тот становится на середину, но только до этого ему здорово достается.

тăлăх

(ты̆лы̆х), сирота. N. Пĕр пӳрт тăлăх юлчĕ ĕнтĕ усен, инке хăй пĕр тĕреклĕ мар. Б. Олг. Эп аттирен йолтăм тăлăх, атти-апия астумастăп, пичепе иккĕн тăлăх çитĕнсе мочи панче. Орау. Вăл тăлăх. Он сирота. Т. Григорьева. Тăлăхăн хырăмĕ пысăк, теççĕ. (Послов.). N. Тăлăхăн алли вăрăм, теççĕ (т. е. все его считают виновным. (Послов.). N. † Аслă улăх витĕр эп çӳрерĕм, пĕр çул ӳснĕ хулла хуçмарăм; хура халăх витер эп çӳрерĕм, тăлăх ача çӳçне туртмарăм. || Сиротство. N. Халĕ ĕнтĕ тăлăхран çитĕннĕ çын сăпаççипе калать: тав-та-пуç ăна пире тасатса, пыйтă-шăркана пăхса янăшăн, тет. N. Анчах пирĕн те ача-пăчана çапла тăлăха прахса хăварас марччĕ. || Сиротливый. N. Тăлăх чунăмсем. N. Эпир тăлăх пурăнăçа хирĕç. || Орау. Тăлăх пушăт начар, урлă пушăт тума юрас çук.

тăлăха юл

осиротеть. N. Аттерен тăлăха юлсан, мана ăна (этому) аттем амăшĕ çапла тума вĕрентсе хăварсаччĕ. Чем люди живы. Пĕр эрне хушшинчех çаксем тăлăха юлчĕç. N. Арăмĕ вилсе тăлăха юлнă çын, вдовец. Абаш. † Савни карĕ салтака, хам тăрс’ йолтăм тăлăха. Дик. леб 29. Ачисем тăлăха тăрса юлни. Кильд. Ай ачам, тăлăх-тăлăха юлтăн, ачам (круглой сиротой). Орау. Вăл пĕтĕмпех тăлăха юлчĕ (стал круглой сиротой). Истор. Иван ашшĕнчĕн виçĕ çулта, амăшĕнчен сакăр çулта тăлăха юлнă.

тăлла

(ты̆лла), спутать путами, стреножить. См. тăлă. N. Лашана хивре тăлăпа ан тăлла. ЧС. Пĕр ирхине вăталăх пичче çав лашана çерем çине тăлласа ячĕ. Изванк. Çав вара (в долину) çитсен, эпир утсене курăк çине тăлласа ятăмăр та, вут хутăмăр. N. Ачасем, вăрман çывăхне çитсен, лашисене тăлласа ячĕç. Цив. Çырмана пырса çитсен, эпир лашасене тăлласа ятăмăр. Скотолеч. Урине шыв е сĕлĕ ансан, лашанăн урисем чĕтĕреççĕ, вăл тăлланă пек вĕттĕн утать. ТХКА 28. Вăрмана шала, улах вырăна, кĕретĕп. Тăлласа яратăп вара лашана. Лаша кунĕпе кана-кана, вырта-вырта курăк çиет. Ib. 47. Эпĕр лашасене вăрмана питĕ шала кая-кая тăллаттăмăр. || Тормозить, остановнть (мельницу). Сред. Юм. Арман тăлла (армана авăрма чар, тени пôлать). || Опутать, обмануть. Чăв. й. пур. 5. Вăсем ун пек çынна епле те пулин тăллама тăрăшаççĕ (живущего как должно). || Препятствовать, затруднять. СПВВ. || Таскать за волосы. Чураль-к. Çӳçрен тăлларăм. Потаскал за волосы.

тăлппӳ

то же, что тăлппи. N. Çавăн пек эпир те нумайăн пĕр тăлппӳ (ут) пулса тăрăпăр. N. Эпир унăн ӳчĕ тăлппĕвин пайĕсем. N. Хăвăрăн тăлппĕвĕр пайĕсене те тĕрĕс мар ĕçсем тутарма ан парăр.

тăлхăр

(ты̆лhы̆р), фыркать (о лошади). Б. 1З. Лаша çумăра тăлхăрать. Ст. Чек. Лаша тăлхăрать, фыркает. N. Лаша сăмси шăтăкне ӳпре кĕрсен, лаша тăлхăрат. (Примета). Переносно — сердиться, раздражаться. N. Тăлхăрса пăрахат, круто сердится. N. Унта пĕтĕм халăх пит тĕрхĕшсе, тăлхăрса çитнĕ те, пĕр лекĕре вĕлернĕ. Турх. Мĕшĕн, хĕвел, ялан пăхмастăн? Мĕшĕн çумăр кăларса тăлхăратăн? N. Манăн уншăн питĕ чун тăлхăрат.

тăм

(тŏм), совершенно, положительно ничего; совсем. Кучеева. Тăм пĕлмес. Аксарина. Тăмах пĕлмес. N. Тăм пĕлмест (ним пĕлми выртать), совершенно без сознания. Утăм. Телейне кӳрсен шĕвви те тавульнех пулас: йăлтах ӳсĕрĕлнĕ хăнасем, пĕри те юлман тăм урри. Сред. Юм. Паçăр сана калама тăм та астуман (= ваçех астуман). Ib. Калас марччĕ ôна, каламасан ытах тăм та ĕçлемес-ке-ха ô. Ib. Пĕр-иккĕ каланипе тăм та сикмес ô, тват-пилĕк хут каласан тин пĕр ĕçне тăвать. Уразмет. Тăм окçа çок вăхăтра полайчĕ ку. Ib. Тăм та пĕлмест. N. Тăм соккăр, совсем слепой. || Янтик. Пĕррех пĕтĕм те, тăмах турăм (положил на месте). Ib. Пĕрех сăмах каларĕ Ивана, тăмах турĕ.

тăмлăх

глинистый; глинистое место. Изамб. Т. Тăмлăх çĕр, глинистое место. Ib. Пĕр кукăрта сылтăм хĕрринче тăмлăх, тепĕр хĕрринче пылчăк.

тăман

(ты̆ман, тŏман), пурга, буран, метель, вьюга. N. Хирте тăман вĕçтерет. Б. 1З. Тухман çын тухсан, тăман тухать, тет. ЧП. Чалăш тăман çул шăлать. Баран. 87. Кутсăр-пуçсăр тăман тухрĕ. Ib. 161. Çынсем, кĕтӳсем тăман айне пулса вилсе пĕтеççĕ. N. Пĕр виç кун пулчĕ куçа уçса пăхмала мар тăман. Çамр. Хр. Асар-писер тăманĕ тухса ахăрать. N. Куç курми тăман пулчĕ. N. Тăман çусан, ăшăтат (буран и метель), N. Уя тухмалли те çук, тăман мăкăрлантарать. Юрк. Вут хутсан, вучĕ шатăртатса шăрăх çунсан, тăман пулат. Шигали. Тухман çын уя тухсан, тăман тухнă, тенĕ пек, эпĕ Ишеке килтĕм те, ман тĕлтен телейĕ те таçта кайса кĕчĕ. Юрк. Çитменнине тата çанталăкĕ те мĕн тĕрлĕ, куç уçса пăхма çук, тăман пулчĕ. Тулăн-шалăн çуреме çук. Арçури. Тохман çын тохсан, тăман тохать, тет. Якейк. Куç-пуç корми тăман вĕçтерет (буран). Альш. Çуранлă тăман çул шăлать. Изамб. Т. Куçа уçса пăхма та çук — тăман. Толст. Йытăсем тăман кăларса кашкăрпа кĕрмешни курăна пуçларĕ. СТИК. Тăман вĕçтерет, пуржит, мятежно. (В слове тăман — метель, „ă“ короче, чем в слове тăман — невстал). Сред. Юм. Çăмăрĕ: эп çĕр витĕр каяп, тесе калать, тет; тăманĕ: эп йĕп çăрти витĕр кĕреп, тесе калать, тет. (Нар. поговорка). Ib. Тăман поснă, буран застиг. || Снег. НИП. Тăман çăвать. Идет снег (при ветре, в не очень холодную погоду). Абыз. Аялтисем (сидевшие внизу): ак ăш тăман кайăк пуçĕ пек çăвать, тесе хĕпĕртерĕç, тет. Юрк. Шурă хăрпулă çĕлĕк çĕр аллă сум, тăхăнаймăп йĕпе тăманта. Ст. Чек. Тăман пусса илнĕ (не видно дороги, снег залепляет глаза). Т. IV. Çĕнĕ çул каç тăман çукаласан, мăйăр пулат, теççĕ. Якейк. Тăман çăвать = йор çăвать. || Туман. Пшкрт.

тăн

подр. шумному бегу. Сятра. Вăрăм-тони тăн-тăн-тăн! чопса каят, тет те, серете çорăкăнча орине хоçат-ярат, тет. || Подр. барабанному бою. Кушакпа автан 10. Параппан тăн-тăн-тăн, ылттăн хĕлĕх нăй-нăй-нăй. || Подр. звуку, получающемуся при отпирании замка. В. Олг. См. тăрăн. || Подр. звуку, получающемуся при тканье. Сред. Юм. Пир тĕртнĕ чохне ôраççине утаççĕ те, хĕçпе тăн, тăн! тутарса пырса хĕстереççĕ. || Подр. боданию. Алик. Качакасем утă капанне тăн! тутарчĕç, тит те, шăнкăр укçа пăрахса хăварчĕç, тит. || Подр. внимательному слушанию. КС. Шик! шăхăртăм та, тăнн! тăрса итлерĕ (прислушиваясь); пĕрре кăçкăртса ятăм та, эх, тара пачĕ-çке! N. Çав вăхăтра юрланă сасă илтĕнчĕ. Пурте тăнн! итле пуçларĕç. || Подр. внимательному глядению. Савельев. Пирĕн пӳрт хыçĕпе пĕр çын тăнн! пăхса иртсе карĕ (внимательно, стоя). Якейк. Ха, виç стаккан ереке пуçа тăн (scr. тă-нă) карĕ.

тăн-тан

подр. неодинаковым звукам колокола или чугуна. Трень-к. Тăн-тан. Пысăкрах чана пĕр пек çапманнине, сас пĕр пек тохманнине пĕлтерет. Çакăн пек сас янтăракан япаласенчен полма полтарать. Сиктер. Тăнн-танн, кваспа хрен (подр. звону). N. Тăнн-танн, тĕнкĕли-тянкăли, чĕнкĕли-чанкăли, чăнн-чанн (детск. звукоподр. трезвону). || Подр. шуму в голове. КС. Пуçран çапсан, пуç тăнтан пулать (бывает помутнение). || Подр. бессмысленному глядению. Шатра-к. Козм. Охмаха ернĕ çын пак, тăнтан пăхса çӳретĕн! N. Тăнтан пăхса çӳретĕн. СТИК. Тăнтан çӳрет, дурачком ходит. || Простоватый. Ст. Чек. Ку çын тăнтантарах куран. Ib. Тăнтанрах çын, глуповатый на вид. Орау. Темскерле тăнтан япала вăсен ачи.

тăн-тăн

(ты̆н-т̚ы̆н), подр. звукам, получающимся при ударе по колоколу деревянным молотком; подр. звуку крепкого колеса, когда его, при покупке на базаре, поднимают на известную высоту и бросают на землю. Трень.-к. Чана йăвăç молотокпа çапсан, тăн-тăн тума пултарать (может). Ib. Çĕн орапа илнĕ чохне, лайăххи-лайăх маррине пĕлме, орапине çӳлерех çĕклесе çĕре пăрахаççĕ; орапи лайăх (крепкое) полсан, тăн-тăн! анчах тăвать, теççĕ. || Крепкий, прочный, устойчивый. Изамб. Т. Ку çын тăн-тăн; ку япала тăн-тăн (крепкий). N. Хăвăр эсир тăн-тăннисем (вар. çитĕнсе) вăрçма юрăхлă пулнисем, вăрçа хатĕрленсе, тăванăрсем умĕнчен пырăр, пулăшăр вĕсене. КС. Ай, ку урапан ӳречисем тăн-тăн тытса тăраççĕ (крепки). Ст. Чек. Ку япала тăн-тăн. СПВВ. МА. Тăн-тăн = треклĕ. СПВВ. ТМ. Тăн-тăн = паттăр, тĕреклĕ çын. || Крепко, стойко. N. Ачасем, аван-çке ку лаша, урисене тăн-тăн тытать. Сред. Юм. Тăн-тăнтарах ту пĕр тунă чохне, ĕçĕ пĕрех, лайăхрах тусан, ытлараха тӳсет. Ст. Чек. Тăн-тăн, надежно, твердо, крепко. СПВВ. Тăн-тăн çӳрет халь (твердо на ногах, в силах. В Сред. Юм. гов. о стариках). N. Йĕнер çинче тăн-тăн ларать.

тăн

некоторое количество времени. Хурамал. Пĕр тăн кăна ĕçлерĕмĕр (нумай ĕçлемерĕмĕр). Проработали недолгое время (недолго).

тăн

(ты̆н), ум; память; сознание. Изамб. Т. Панклеи. Йăван: ман çав хватярта чĕлĕм пор, çав чĕлĕмсĕр ман тăн кăримасть (не возбуждается ум), тет. Якейк. Вăсампа хăтланса ман тăн çĕтрĕ. У меня с ним голова скружилась. N. Поçăма тăн кĕрсессĕн, хорăн хоппи пек пĕрĕнтĕм. N. Манăн вăлсампа тăн çĕтнĕ ĕнтĕ. КС. Вăл ача-пăчана манăн тăн çĕттĕрĕ ĕнтĕ (замаялся). N. Çапла пурăннипе ăçтан тăн кĕрĕ вĕсене. Где им стать понимающими при такой жизни. Кама З. Тăн тухрĕ санпала, явăл. Календ. 1907. Ц.-приходский школăсем, вĕрентсе уçăлтарас вырăнне, ачасене тăнтан яратьчĕç. Ала 96. Тата сыснасемпе сысна йăвинче выртса пурăнтăм, нимĕн тăнĕ те пулмарĕ. Ала 98°. Каран чĕлĕм чĕртсе тортрăм, тит те, çăпата олăштарса сыртăм, тит, çантах тăн çавăрнса килчĕ, тит. Тăн çохалса кайсан, ялан çăпата олăштарса сырас полать, тит. Тораево. Иван тĕттĕм çĕрте (во мраке), выртрĕ-выртрĕ, тет те, тăн кĕрчĕ, тет, ăна (пришел в себя). Якейк. Яланах тăнпа калаçмаçть вăл (иногда порет вздор). N. Толчок ăрамĕнче пĕр Кĕркури ятлă, тăнран ӳксе выртакан çын выртнă. N. Ним тăн та çук, çырнă çĕртех улăшса каяп. Янтик. Ман тăн çук, пулмас манран вĕренсе. Якейк. Ма эс вăл сăвва халь пĕлместĕн? Пасăр лайăх калаттăнччĕ-çке? — Тăн саланса кар, аса килмест. Йӳç. такăнт. 50. Манăн ăçтан пурне те ырă туса çитерес? Унта-кунта чупкаласах тăн тухать. || Дух. Хурамал. Пит япшар, тăнне çавраймасăр калаçать.

тăнăш

(ты̆ны̆ш), понимать. См. тăн. Янш.-Норв. Эпĕр мĕн пĕлетпĕр? Пĕр сăмахне те тăнăшаймастпăр. Что мы знаем? Мы ни одного слова не понимаем. Ачач 23. Пысăкланарахпа тин Тимуш ĕç епле пулнине тăнăшса çите пуçланă. Ib. 27. Тимуш ĕнтĕ виççĕмĕш çул вĕренет. Вырăсла çырнине аванах тăнăшать. || Слушаться. Хорачка. Эп каларăм та, эс ман халапа тăнăшмарăн.

тăнк-танк

подр. неровной, шатающейся походке. Завражн. КС. Тăнк-танк — неестественная походка, точно не свои ноги. || Подр. рассеянному глядению. Сред. Юм. Темле пит уçă мар (не в своем уме) полас çав, пит тăнк-танк пăхкаласа çӳрет. Кăçта килчĕ онта тăрса пăхса çӳресен, иртсе кайнă чохне пĕр япала корсан, таçта çитеччинех çав япалана пăхса, орисĕне тăнк-танк посса çӳрекен çынна: пит тăнк-танк çын, теççĕ.

тăнч

(ты̆нч’), подр. удару по темени. Орау. Лĕпкерен тăнч тутарчĕ. Ударил кулаком по темени (так, что прикусил язык). || Совершенно, совсем, до конца. Кан. Çу-каçа ик-виç тапхăр тăнч çын курми пулать. Чув. календ. 1911. Тăнчах витсе пĕтерсен, витме пуçланă чух улăмсем ӳкесрен хунă хăмапа муклашкисене салтса илеççĕ. КС. Тăнч (или: тăнч-тăнчах) турĕç. Положили в лоск (напр. разорили судом и пр., загнали на словах, „с грязью смешали“). СПВВ. Х. Тăнч тăвас = пĕтериччен. Орау. Пачук Микихвер хĕр пара-пара тăнчах пулч (разорился). Ib. Парăмшăн мĕн пур выльăх-чĕрлĕхне сутса, çынна тăнчах турĕç (раворили). Виçĕ пус. 6. Пĕр вырăна çул сиктермесĕр тырă хыççăн тырă акса тăрсан, çĕр тăнчах хăрса начарланса юлать. Янтик. Ах, краççын тăнчах пĕтрĕ-çке, илме каяс пулать ĕнтĕ.

тăп

подр. утиханию, смирному (неподвижному) стоянию или лежанию. КАЯ. Акка тутине сăхманпа тытса тăп выртрĕ вара (закрыв губы кафтаном). Ст. Яха-к. Ачасем каç, килĕсене тавăрăнса пĕтсессĕн, урамра-мĕнте кăнтăрлахи пек пĕр сасă та çук, тăпах (т. е. не как днем). Орау. Амăшĕ пĕре кăшкăрса ячĕ те, ачисем тăп пулчĕç (перестали бегать, прыгать). Ала 73. † Эпир вăй(ă)ран кĕрсессĕн, аслă урам тăп пулать. Ib. † Куккук сиксе авăтать, йĕлме йывăç янăрать; куккук сиксе тăрсассăн, йĕлме йывăç тăп пулать. СПВВ. ПВ. Тăп чарăнчĕ. П. Патт. Ним тăваймасăр тăп чарăнса тăчĕ. Шел. 104. Эх пĕтрĕм иккен эп кунта! тесе тăп чарăнтăм та, кĕтсе тăратăп. Т. VII. Сухаласан-сухаласан, çаккăн сухине çĕр айĕнчен темскерле пĕр хуран хăлăпĕ çаклана пачĕ, тет те, лаши тăпах чарăнчĕ, тет. Альш. Тукмакĕ тап чарăнат, тет. N. Лешсем тĕлĕнсе кайнă та, тăпах чарăнса тăнă. Орау. Лаши хыт уткăнса пынă çĕтрех тăпах чарăнчĕ. Чебокс. Пынă çĕртех юлташ тăпах тăчĕ. Баран. 87. Лашасем аран утаççĕ, кăшт кайсан, тăпах чарăнчĕç. || Смирно, тихо. Якейк. Тăп тăр! Стой смирно (не шевелясь). Ib. Тăп лар! Сиди смирно. Хурамал. Тăп тăр, айван. N. Хăй тăп ларать те, акăш-макăш йывăр ыйтать. СТИК. Лашасем тăп тăраççĕ (остановилнсь). Нюш-к. Пур çĕрте те тăп тăрать (или: типтерлĕ тăрат). Все в порядке. || Благополучно. N. Тăп тăнăшăн тав-та-пуç. || Аккуратно. Букв. Аллу-уруна тăп тыткала. (Смотри, чтобы ноги были аккуратно обуты. Сред. Юм.). Ib. Тотуна-çăварна тăп тыткала. Придай рту аккуратную позу. Ib. Ута пĕртте тăккаламасăр, пит тăп тытса кайрĕ. N. Юсман пек çӳхе тутине тăп тытрĕ. Кĕвĕсем. Сире, тантăшсем, мĕн пулнă, тутăрсене тăп тытнă (тихо стоите, закрыв губы). Сред. Юм. Тотуна мĕн тем сарлакăш сарса тăран, тăпрах тытма йорамас-и д. || Скромно. N. Аван ăспа тăп çӳрени. || Полно. Изамб. Т. Çĕрулми çисен, хырăм тăп пулат (в животе делается полно, твердо и тяжело). || Как раз, впору. Собр. † Тăвансем патне кайсассăн, тăват ан кĕпи те тăп пулчĕ; ютсем патне кайсассăн, виçĕ ан кĕпи те пушă пулчĕ. Рак. Çӳле ывăтрăм, тăп тытрăм; тепре ывăтрăм, май ӳкрĕ. (Шакăлла выляни). || Довольно много, порядочно, более чем мало. СПВВ. Тăпах, весьма много. N. Малтан пĕр вăхăта чĕрĕ пулнă ӳт пайĕсем халĕ пурте тăпах пулнă.

тăппăн

тихо, смирно; тихонько. N. Пĕр-пĕринпе тăппăн мăкăртатса тăраççĕ. Янтик. † Мĕншĕн тăппăн тăратăр? Туя начар тăватăр? N. Улпутăн ямшăккипе тарçи вĕсене тăппăн курăк çисе тăнă çĕртен тытнă. КС. Пит тăппăн пурăнать вăл çын (живет тихо).

тăп-тăп

подр. стуку копыт. N. † Тăп-тăп тăвать халĕ çак турă ут, сарăлнă-тăр çавăн чĕрнисем (стук копыт, мягкий, на месте, а не на ходу). Альш. † Тăп-тăп кăна тăп-тăп турă ут: сарăлнă-тăр унăн чĕрнисем. Чураль-к. † Тап-тăп тăпиçăм, тăпи ура хуçăкçăм, пиçен-таçан курăкçăм, курăк çине пусимăп. (Пыл хурчĕ). || Удобно. N. Халĕ кĕнекесене тыткалама тăп-тăп, вĕсем нумай чăрмантармаççĕ. Ун чухне уйрăм-уйрăм тир татăкĕсем çине çырнă, хальхи пек хут çине пуçтарса ӳкерме пĕлмен. || Нежно, осторожно, бережно. Сборн. по мед. Ача вилĕ пек çуралсассăн, ăна кăкăрĕ çине, хырăмĕ çине сивĕ шыв пĕрĕхсе, е алăпа тăп-тăп пускаласа чĕртеççĕ. Букв. 1904. Лашисене пырса аллипе тăп-тăп савса ачашласа каланă. Альш. † Тăп-тăп тытса савнă чух (когда ты меня ласкал, бережно держа в руках), ытараймарăн, аттеçĕм. (Хĕр йĕрри). Ib. † Чупса-чупса çӳренĕ чух, тăп-тăп тытса çӳренĕ чух, тăп-тăп тытса савнă чух, ытарасла марччĕ, аттеçĕм: халĕ епле ытарăн-ши? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. Ашшĕ ачине тăп-тăп савать (тихий удар руками). || Крепко. N. Пĕр йĕрке кирпĕч сарлакарах хурса тухса, ун çине пĕрене хурас пулать, вăл вара кирпĕчсене тăп-тăп тытса тăрать. || Аккуратно; бережно. Сред. Юм. Ута хол айĕнче пит тăп-тăп тытса кайрĕ (собрал хорошо и не сорил). Ачач 49. Хăйне таса та, тăп-тăп тытнăшăн ытараймасть ăна. Кан. Шур çип кĕпи çĕлетрĕм, клетке тăп-тăп тăмашкăн. N. Окçа-тенке тăп-тăпрах тытса осрăр. Деньги держите поаккуратнее. Слеп. Тыткалама тăп-тăпрах тăп-тăп япала (çĕмĕрĕлмест). Çутт. 19. Анне кĕлтисем тăп-тăп, пурте пĕр пек, илемлĕ. N. Апла-капла — саррине, уна-куна — хурине, тăп-тăп яшă пĕвлине. НИП. Тăп-тăп çын, аккуратный. N. Пурăнăçа тăп-тăп тытаççĕ. КС. Вĕсем тăп-тăп пурăнаççĕ (без лишних расходов и пр.). N. Тăп-тăп пурăнма тăрăшăр. Ачач 90. Елĕк ялан шухăшлăрах, тăп-тăпрах çӳрекен ача халь хăйне валли сасартăк урăх çул суйласа илет. || Аккуратный, опрятный, стройный. Пазух. Çак ялăн хĕрĕсем, тем чул тăп-тăп пулсан та, Тăрăн хĕрне çитес çук. Тюрл. Тăп-тăп = пĕчĕкĕрех. Ib. Тăп-тăп-тыткалама лайăх.

тăп-тăр

, тăп-тăрă, прозрачный. Вотлан. Кульăк патне карăм та, тăп-тăр шӳрпе çитарчĕ, ĕçни-çини çав пулчĕ Сред. Юм. Шыв тăп-тăрă, очень прозрачная вода. N. Тăп-тăрă шыв пулса пус тулĕпе юхрăм. || В качестве усилительной частицы. Шурăм-п. Тăп-тăр кăнтăрла, в самый полдень. N. Тăп-тăр кăнтăрла тесе хĕвел самый пуç тăрĕнчĕ чухнехи вăхăта калаççĕ (çула). || Совершенно. N. Тăп-тăрă урăччĕ (трезв). N. Кăнтăр конĕнче ялта пĕр çын та корас çок тăп-тăрă.

тăпă

(ты̆бы̆), тихо. КС. Халĕ тулта тăпă. N. Лайăхрах тăпă тăракан шывсенче те ӳсет. N. Çанталăк лайăх тăпă, кăмăллă тăркаласан, пари (= парĕ-и) алла, теççĕ. Чăрс. 20. Йăлли те питĕ аван: тăпă, кунĕ (лаша). N. Пĕр-ик кон тăлă тăчĕ.

тăпăлтар

дергать, выдергивать, вырывать с корнем. Хурамал. Пĕчĕк йывăçа тăпăлтарма (выдернуть) ансат. Сред. Юм. Олмăççие ĕлĕххи вырнĕнчен тăпăлтарса лартас. Ашшĕ-амăшне. Килне тавăрăнсассăн, вăл нумайччен сак çинче сухалне тăпăлтарса ларнă. Ib. Куратăн-а, ав çӳç-пуçа çил-тăвăл епле тăпăлтарать? Хурамал. Тилĕ вара ăннă тулла çӳлтен кăна вырса пуçтарнă, ун хыçĕнчен упа хăмăлне тăпăлтарма тытăннă. N. Çарăк тăпăлтарас (вырвать с землею). Çутт. 19. Çурла тырă хăмăлĕсене касмасть, тăпăлтарайрать. Т. VI. 19. Ытах силленмесессĕн (гусь), çӳçне-пуçне тăпăлтарса шыв сапаççĕ те, тула кăларса яраççĕ. (Моленье „тырă пуç“). Хурамал. Вара пирĕн иксĕмĕрĕнне те пыршăсене тăпăлтарса кăларнă вĕт, санăн тата лепле? тенĕ. Янгильд. Арçурисем вăрманта çавра-çил пек çӳресе темен чухлĕ йăвăç тăпăлтарса е хуçса пĕтереççĕ, тет. Якейк. Çӳçрен тăпăлтарас = çӳçрен тортас; йăвăçа кăкĕпех тăпăлтартăм (кăкларăм). Юрк. Пĕр-ик-виç хут калатчĕç те, пĕлмен ачасене çӳçрен тытса, çĕрте тăпăлтарса сĕтĕрсе çӳретчĕçĕ. || Рвать зубами. Толст. Йыттисем шăрчĕсене тăратса хăшĕ сысная е хырăмĕнчен, е урисенчен тăпăлтараççĕ. || Вырывать. Кан. Кĕç иккĕн икĕ енне тăчĕç те, пуçларĕç куçа тăпăлтарма. Ib. Тем туса пăрахăттăм тесе шухăшласа тăнă çĕртех çĕленĕ çиппине тăпăлтарса кăлар. || Рвать (уши). N. Хытă тăпăлтарчĕ хăлхаран. || Отнимать силой. N. Усалсем тĕл пуласран, хам çумран ăна часах тăпăлтарса илесрен хăратăп. Слеп. Тăпăлтарса илтĕм (силом). СТИК. Аккăшсем кăна тытаççĕ те, çырлине тăпăлтарса илеççĕ (отнимают). N. Акçонăвăн япалисене, укçисене тăпăлтарса илнĕ, хăйне пĕр çывăхри хулана тĕрмене янă. N. Çапла вара вăл хыснаран, пăртакăн та пулсан, тăпăлтара-тăпăлтара илнĕ. || Есть жадно. ЧС. Анне аттене чĕнме тухсассăн, эпĕ пĕр кашăкне туртса илтĕм (вытащил ложку) те, пăтта тăпăлтара пуçларăм (начал жадно есть кашу).

тăпка

пучок, клок. N. Çӳçне тăпкипех кăларса илнĕ. Ядр. † Çерем çинчен татса çирĕм (поел) пĕр тăпка çĕр-çырли, çĕртен-шывран уйăрăлтăм. || Макушка. Шорк. Кил-ха, эпĕ сан тăпкуна якатам. Иди-ка сюда, я тебя отдеру за волосы (в прямом смысле: всклоченные толстые волосы). Сред. Юм. Çӳç тăпкинчен кирлĕ-и-мĕн вара сана, ытла пит чăркашан-çке эс манпа. ПВЧ 93. Пурçăн туттăр çӳç тăпки. Ыраш 1З. Е варпуççи тăпки пек туйăнать ыраш пусси. Якейк. Шăртласан, сӳсе тăпка тăваççĕ. Шăртласа эп эрнелĕх тăпка туса хотăм. Орау. Сӳс тăпки, мочка. Панклеи. Кăмака айĕнче тăпка çакăнса тăрĕ. (Ĕне чĕччи). Ib. Тăпка — шăртласа, хатĕрлесе хунă сӳс. КС. Тăпка чав. Якейк. Сӳс шăртлаç те, тăпка туса хораç, тăпкара пĕр кăнчалăлăх сӳс. || Хлопок. СПВВ. ПВ.

тăпкăр

в довольстве, в спокойствии. Янш.-Норв. Халăхсем тăпкăр-тăпкăр пулсан, вĕсем савăнса уй-чӳк юманне пĕр ĕне панă, виçĕ киремет ятне сурăх панă, тата виçĕ тӳркĕллине асăнса, виçĕ кăвакал панă, тет.

тăпра

(ты̆пра), земля, почва, грунт. Юрк. Пĕр килте ăна пĕр çăкăр парса яраççĕ. Çав çăкăра вăл: эпĕ сан хыçăнтан нумай çӳрерĕм, атя, эсĕ те ман хыçран çӳресе пăх-халĕ, тесе, пиçиххийĕн пĕр вĕçне çыхса, çĕре пăрахса, пĕчĕкçĕ урапана туртса пынă пек, хăй хыçĕнчен тăпра çинчен сĕтĕрсе пыра пуçлат. Сред. Юм. Пит хора çынна: тăпра пик, теççĕ. N. Кĕрӳшпе хунĕшĕ пĕр тăпра. ГТТ. Хунĕ тăприпе кĕрӳшĕ тăпри пĕр, тесе калаççĕ. N. Сухви ӳсет-и ĕнтĕ, тăпра çиекен пулчĕ-и ĕнтĕ? Чхĕйп. Вара вилнĕ çын ӳтне как-нибудь хăракаласа тăпра айне тунă (зарыли в землю). ХЛБ. Хĕрлĕ тăпра çине тирĕслĕке иртерех хурсан та пырат. ЧП. Хура халăх мĕшĕн сикет? Хура тăпра сиктерет. || Сор, грязь. О сохр. здор. Урай тăприне пӳртре тытма кирлĕ мар, унăн вырăнĕ çинĕкре. N. Тăпра пусрĕ. || Намогильная насыпь. СТИК. Иван тăпри çине ем-ешĕл тупăлха шăтса тухнă, тет. Альш. Йывăр тăпри çăмăл пултăр. N. Ну, ман атте тăпри çине таптамала пуласчĕ вилсен. ТХКА. 74. Анне мана хăй çинчи тăприне пырса купалама хушнăччĕ. Курм. Ати вилнине пĕлтĕм, она турă çӳлти патшалăха илтĕр, лайăх вырăн патăр, йăвăр тăпри çăмăл полтăр. N. Эсĕ пирĕн тăпрасене таптама, пире пытарма килейĕн-ши, таврăнăн-ши, тесе кĕтсе тăратпăр. N. Сана ман тăпра çине таптама турă çавăртăр (пишет мать). N. Пире иксĕмĕре аннен тăприне таптама пӳрмен пулĕ (мать умерла, пишет с чужбины брату, находящемуся тоже не на родине). N. Тăпри çăмăл пултăр. Сиктер. † Йывăр тăпру айĕнчен хура çĕлен пулса тух, аттеçĕм! N. Масар çинче унта-кунта тинрех пытарнă вилнĕ çынсенĕн тăприсем те пурччĕ. В. Олг. Тăпра ăшне анса кай (сильная брань). Пшкрт. Тăпра ăшня кайман (брань). Ала 90. Çавă ачасене ашшĕ те хăйĕн малтанхи арăмне тăпрашне кайса праххăрĕ те, урăх арăм илсе, унăн хыççăн кайрĕ. С. Алг. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çаврăнаççĕ: пехиллесе юл, йывăр тăпру çăмăл пултăр, тесе тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Вил-йăли. Вилнĕ çынна шăтăка ярсан, пурте пĕрер ывçă тăпра яраççĕ, теççĕ. N. Вилнĕ çынна илсе пынă чух хирĕç пулакан çынсем: йывăр тăпри çăмăл путăр, тесе иртеççĕ. || Руда. Ск. и пред. чув. 66. Унта, ылттăн тăпри чавнă çĕрте (на золотых приисках), çĕр айне пулса вилнĕ. N. Вĕсем ылттăн тăпри кăларма кайнă.

тăпра пĕрчи

крупинка земли. N. Хыпаланса вĕсем ачи çине пĕр тăпра пĕрчи те пăрахмаççĕ (девицы, умерщвлявшие своих детей).

тăпрас

(ты̆прас), земля на подволоке. Изамб. Т. Питушк. Тăпрас хупартмалла мачча çине (землю таскать). Трхбл. Мачча çине тăпрас (земля, поднятая на подволоку, чердак) хăпартмалла. К.-Кушки. Тăпрас — мачча çине сарнă тăпра. Зап. ВНО. Тăпрас хăпартас, носить землю на подволоку. КС. Кулькисем тăпраса йăлт сирсе пĕтернĕ (обнажили от земли. Тăпрас, подволока, самая земля). N. Ĕлĕк пĕр карчăкпа пĕр ăстарик пурăннă, тет. Çаксем ĕнтĕ маччана тăпрас çине çарăк акнă, тет. Хурамал. Кушак тус, киле яратни? Ямасан, маччана ăлăхап та, тăпрасна пĕрре те хăвармăп, тенĕ. СПВВ. Тăпра; тăпрас — мачча çине сарнă тăпра. || Земля, расположенная в подполье вокруг ямы. П. Яндоуши. С. Тим. Сакайĕнче кӳпнĕ сурăх выртат. (Тăпрас). Хумма Ç. Пирĕн Иван ним те чĕнмест: тăпрас çинче хытса кайнă пекех ларать (сидит в подполье на земле). Сред. Юм. Тăпрас тесе — 1) тĕпсакайĕнче чавса тусан, он хĕрринче чавмасăр юлнă вырна калаççĕ; 2) пӳрт тӳпине калаççĕ. || П. Яндоуши. Купăста тăпрасси, рассадник из сруба на столбах.

тăпса

(ты̆пса), петля на дверях. СПВВ, ПВ. Вута-б. Тăпса, подпяток у ворот. Ib. Тăпса, осен у ворот, СПВВ. Тăпса = тăпăлса, напятки, на чем ходят ворота. Моркар. Тăпса от слова „тăп“ или выражения „тăп тытас“ — дерево или камень с углублением, в которое вставляется нижний конец оси ворот или калитки. Ось калитки или ворот упирается и вращается на „тăпса“. Ось калитки или ворот по чувашски называется „калинке йĕки“, „хапха йĕки“. Оба конца оси называются „йĕке вĕçĕ“, а не „тăпса“. Тăпса тесе тăта утă çулакан çавапа онăн капăлĕ çыпçăнакан вырăна калаççĕ. Кăпăл тесе çаван аври çăмĕнче çыпçăнса тăракан пайне калаççĕ. Бур. Тăпса — вращающаяся часть деревянных ворот. N. Хапха тăпси тимĕр тăпса. N. Хапханăн тăпси пăхăр, тытки кĕмĕл. N. † Атте хапхи тăпсине шăтрĕ тухрĕ пĕр пĕрене. Персирл. Алăк тăпси, та часть ворот, которая вставляется особым способом в столб. Ib. Алăк тăпси тохса кайнă. N. Чӳрече тăпси — йĕс тăпса. N. Тăпса — у окон и дверей, все, на чем висит. || Вута-б. Петле тăпси, крюк. || См. арман. || Пятка косы. Сред. Юм. Çава çăлса пынă çĕртех самай тăпсинчен талса кайрĕ. || Основание некоторых органов. Сред. Юм. Алă тăпси = алă кăкĕ. || Полый стебель растения, дудка, трубка. Череп. Ыраш тăпсана ларнă (ннжнее междоузлне пожелтело). Ст. Чек. Ыраш тăпсана ларат (начинают пробиваться колосья). См. кĕпçе.

-тăр

должно быть, наверное, возможно, пожалуй. Альш. Çавра кӳлте ик хăмăш: пĕрин пуçĕ уйăх-тăр, теприн пуçĕ хĕвел-тĕр. СПВВ. Çав-тăр. СТИК. Çавă килсе карĕ-тĕр? — Вăл мар-тăр? Должно быть (наверное), это он прошел? — Не он, чай. ГТТ. Ывăл пулат-тăр, хĕр пулат-тăр, мĕн пулат-тăр, турă мĕн парат. (Из разговоров женщ. о беременности). || Вероятно. Альш. Çапла-çапла тăватăн-тăр. Вероятно, тебе придется сделать вот так и так. || Может быть. N. Ыранах ун тухмалла-тăр — пĕлместпĕр. || Употребляется для большего оттенения мысли N. Мĕшĕн кăна-тăр ĕнтĕ (почему-то): ку енчи чăвашсем, çав пĕр 13 ял çынни, пурте пĕр пек калаçаççĕ, тумланаççĕ... || Или-или. N. Кӳлсенче тĕрлĕ ӳсекен япаласем, курăк-тăр, йывăç-тăр, çĕрсен, шывпа вăл çырмана юхса тухаççĕ. || Баран. П. Тăлăп-тăр, мĕн-тĕр, нимĕн те кирлĕ мар. Не надо никакого тулупа и т. под.

тăр

(ты̆р, тŏр, ты̆рр), подр. дрожанию. Шибач. Тăр-тăр-тăр! чĕтрет. КС. Мăнтăр çыннăн ӳчĕсем тăр-тăр чĕтренсе çӳреççĕ. Якейк. Йăванăн ана-шăнни тăр-тăр чĕтрет (трясется, напр, от жира). N. Вăл упана курнă та, йывăç тăррине улăхса кайнă. Хăй тăр-тăр-тăр чĕтĕрет. Он увидал медведя и залез на дерево. А сам от страха трясется. ЧС. Эпир ăна курсан, пурте тăр-тăр-тăр чĕтĕресе кайрăмăр. Ашшĕ-амăшне. Аллисем унăн тăр-тăр-тăр чĕтресе тăнă. ЧС. Пӳрт тăр-тăр-тăр кисренсе кайрĕ. Изба вся затряслась. Мăн-Шетмĕ. Тăр-тăр-тăр, сильное сотрясение полотна палатки. ЧП. Ула юпа тăр-тăр кисренчĕ. КС. Вăл кĕпер тăр-тăр-тăр чĕтресех тăрать. ЧП. Ылттăн ула юпа тăр чĕтĕрет. Кан. Çуртсем, йăвăçсем тăр-тăр-тăр! туса чĕтренсе илеççĕ. Сред. Юм. Арман çоначчи вăйлă çилте: панчен тăрр-тăрр туса илтĕнет, аякран хашкать. || Подр. резонансу в корпусе скрипки, когда возьмешь ее в руки и заденешь смычком. Кушакпа автан 11. Тăр-тăр-тăр купăсăм! Янра, ылттăн хĕлĕхĕм. Ib. Тăр-тăр тăр купăсăм, ылттăнланă хĕлĕ-хĕм, янра юлтăр сан сассу. Ib. 10. Тăр-тăр-тăр, вăй-вăй-вăй, манăн ылттăн хĕлĕхĕм. || Подр. звуку барабана. Шел. II. 24. Пионерсем тăр-тăр-тăр! параппансем çапаççĕ. || Подр. шуму трамваев. Шел. II. Трамвайсем тăр-тăр-тăр! тăрăлтатса чупĕçĕ. Зашумят трамваи. || Подр. шуму волн. Ир. Сывл. 21. Тăр-тăр-тăр-р-р! кĕрлет. Утăм. Татах тен-тен-тен-тен! Тăр-тăр-тăр-тăр! || Б. Олг. Омла эпĕ ут сартăм ампар çинелле, тăр-тăр-тăр (дŏр-дŏр-дŏр)! каллях коссанчĕ (= кусса анчĕ), çĕр вĕртӧп! терĕ. Ib. Çимелли пăрçа, сапсассăн, çĕре косса каять тăр-тăр-тăр! çталла кирлĕ, онталла. || К. Олг. Хоттăр çăмхаланă чох кăшкар çине тăр-тăр, тет. || Подр. прямизне. Бижб. † Çӳлĕ тусем çинче виçĕ хурăн, тăваткăл пĕр тăваткăл тăр çурнă.

тăр-кăвак

пресиний. Ачач 84. Тăр-кăвак тупенелле куçсене пĕр сиктермесĕр пăхса выртнă.

тăр

(ты̆р, тŏр), вставать; стоять. N. Икĕ ура çине тăрса ӳкерттер. Çутт. 70. Икĕ ура тăрне тăрса йĕри-тавра пăхкалать. N. Хăвăр аппусампа портăпа тăрса вăрçнă. N. Чĕнмесĕр тăрать-тăрать те, мĕн те пулсан каласа хурать (вдруг скажет о том, что уже было). Могонин. Çавăн пек йĕрĕх те çынна тытать; йĕрĕх тĕлне тăрсан, е таптасан, е сурсан, вăл вара çав çынна кĕсен-çăпан чирĕпе асаплантарать. Чуратч. Ц. Вăл хапха патне тăчĕ те, каçчен те ниçта та каймарĕ, çантах тăчĕ. Якейк. Ĕçлен, мана кориччен, чăмăртанса выртнăччĕ; мана корсан, тăрса шăтăкне тарса кĕч. || Вставать с постели. N. Пуринчен иртерех тăратăп. Мы встаем с постели раньше всех. N. Вăл халь те çывăрса тăман. Орау. Эсир тăнă-и? Эсир тăтăр-и? Вы встали? Ib. Эсĕ тăнă иккен. Ты, оказывается, встал. Ib. Эс тăним? Разве ты встал уже? Оринино. Çывăрса тăрчĕ, кайса тăрчĕ. Орау. Хăна тăн(ă)-и? Встал ли гость? Регули З57. Эп килнĕ чох вăлсам порте тăнăччĕ. || Стоять (напр., о войске). N. Кайра тăратпăр. Мы стоим в тылу. || Задерживаться; воздерживаться. Шибач. † Лайăх арăм илес терĕм, хак хаклă. Хак хаклăшăн тăрмастăм(ччĕ), яшкĕрĕмрен хăрарăм. Б. Олг. Виç тенкĕшĕн ан тăр. Не спорь из-за трех рублей, не стой, не задерживай. Кореньков. Трапхим пуçĕ ĕçленĕ саплăкшăнах пит тăман (произн. тăмон), толькă онăн сăкмонĕ пиншак майлă чут полман. Яргейк. † Чемей çулĕ лакăмлă, çул усалтан тăрмастпăр, хĕр лайăхшăн тăрмастпăр; Чемей хĕрĕ пур çинче эпир арăмсăр пурăнас çук. N. Килте хĕрсем: питĕ мар-и(?) мĕн çамрăк, тесе, тармасчĕ полмала. || Стоять за кого (за что), заступаться, защищать. КС. Сутра маншăн пит хытă тăчĕ (заступался, защищал). || Происходить. N. Халĕ конта вăрçă выйлах тăрмаç. N. Вăрçă халĕ вуйлах тăрмаст. || Находиться где-либо; находиться в известном состоянии. N. Пĕр эрнерен ачанăн акăшĕ хăмăшлăха кайса пăхат та, шăмăсем çапла тăнинех курат. N. Унта кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларнă (или: тăнă). N. Эпĕр вăрçăра ик уйăх тăтăмăр. Альш. Çуркунне шыв тăрат, çула та типмес (в болоте). Бес. чув. 14. Халĕ вăл вырăнта пĕр лачака анчах тăрать. N. Вăрçи-вăрçми тăратпăр. N. Вăл унта яланах пĕр пек, пĕр чарăнмасăр тăрать (холера). Календ. 1906. Унта ир пулнă чухне пирĕн çĕрле тăрать. О сохр. здор. Вара шыв тăми пулса курăксем çĕрмен те, тин сивĕ чир пĕтнĕ. Бугульм. † Хранцусски тутăр виç панулми, эрне тăчĕ арчара. Н. Карм. † Сĕтел çинче тăракан, ай, хăпарту, пăрирен мар-ĕçке, тулăран. Регули 20. Ĕçлемесĕр виç кон тăрать çак кĕпе. || Висеть (о кнуте). || Храниться. N. Клетре тырсем мĕле тăраççĕ? О сохр. здор. Кĕççе (войлок) таса тăтăр тесе, ăна пиртен çĕленĕ пит тăхăнтарас пулать. || Сидеть (об одежде, белье). Якейк. Ман кĕпе лайăх тăрать-и, пăх-ха. || Служить, находиться, состоять в должности. Альш. Вĕсем пĕр çул кăна тăнă. Бес. чув. 4. Малтан вăрман улпучĕ патĕнче виçĕ çул тăрса ирттернĕ. N. Хăшĕ халĕ вĕрентекен пулса тăраççĕ, хăшĕ тата урăх ĕçре тăраççĕ. N. Чиркӳ старастинче тăрасси темĕнех мар. || Быть в ожидании чего-либо. Тюрл. Пирĕн атте аппăшин хĕрне çураçнăччĕ те, туй тăвасшăн тăратьчĕç. || Держаться (в памяти). N. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, нуммай чĕркĕр çинче вылятрăр, халь те тăрат чĕре варринче. || Находиться в чем. ЧП. Мĕн пур кил ун пуçĕнче тăрат. N. Çав кӳкĕрт шăршипе пӳрт ăш-чиккинчи пĕрене çурăксенче тăракан чирсем пĕтеççĕ. || Стоить. N. Унта кайма тенкĕ тăрать. N. Вĕсен пĕр тумтирĕ те хăшшĕн пирĕн çурт хакне тăракан пур. N. Сирĕнпе пĕр сехет курса калаçни пĕр ĕмĕре тăратьчĕ. N. Эсĕ çăкăрăн пĕр пĕрчине тăмастăн, вĕт, теççĕ. N. Укçа пĕр тенки пĕр пуса тăман вăхăт килĕ. N. Пĕр-икĕ сăмах çырсан та, çĕр сăмаха тăрать. N. Ку япала нимĕне те тăмас (ничего не стоит). N. Мĕн чухлĕ тăрат? Перев. Мансăр пуçне эсир ниме те тăмастăр. Регули 104. Çав кĕпе ĕçлесси те пĕр сом тăрать. Ib. 133. Çав кĕпе ĕçлеме пĕр сом тăрать. Хурамал. Кунта этем ячĕ мĕн пурĕ иккĕ, а эсир виççĕн, виçĕ этем те манăн пĕр чурама тăмаç, тет. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Анчах шыраса вăхăт ирттерме тăрать-и? — Тăмасть. N. Эсир пурсăр та нимĕне тăмастăр. Чинер. Манăн 25 тенкĕ укçа 25 пуса та тамарĕ пулас (не оценили посылки). N. Мана кĕнеке вуласси те мĕн тăрать (= паха). Юрк. Старасти те ăна хирĕç, аллипе умĕнчи çуртисем çине тăсса кăтартса: кăсем акă икшер пус тăраççĕ, кăсем виçшер пус, кăсем пилĕкшер пус, аккусем тата, шултăрараххисем, вуншар пус тăраççĕ, тесе каласа парат. N. Хамăр ăслă, ыттисенчен кая пулмасан, çын мăшкăланни мĕне тăрать вăл? N. Нумаях та пулмаст, вăл 50 миллион кивсен илчĕ. Анчах вăл укçа нимĕн те тăмаст: 2З кĕпĕрне çыннине выçă вилесрен хăтарас тесен, темиçе миллион тенкĕ кирлĕ. ТХКА 48. Пирĕн лаши виççĕ, хăлхи улттă, хӳри виççĕ, виç лаша чунĕ пулин те, пĕр лайăх лашана тăмаççĕ вĕсем, тесе пуплетчĕ пирĕн атте. || Стоять в цене. Кан. Тыр-пул, апат-çимĕç хаксем çапла тăчĕç. || Стоять твердо, настаивать. N. Вăл туртма пăрахас тесен те, час пăрахаймасть. Хăй сăмахĕ çине тăракан çын анчах пăрахма пултарать. N. Эппин сăмахăр çине тăма тăрăшăр (держите слово). || Стоять (о погоде. Здесь „тăр“ иногда не переводится). N. Кун сивĕ тăрат. День холодный. N. Кунсем пĕр май сивĕ тăраççĕ. N. Çанталăк мĕнле тăрат? Какова погода? Якейк. Ай, халь авăн илме çанталăк уяр тăрать (ясная погода). Букв. 1908. Çанталăк ăшă тăнă. Толст. Çĕр çинче çанталăк пур тĕлте те пĕр пек тăмасть (не везде одинаковая погода). || Продолжаться. Панклеи. Тĕтре тăрчĕ (продолжался) тăватă кун. Кан. Çĕр чĕтрени 30 çекунлă тăнине пĕлетпĕр. Ib. Выставккă сентябĕрĕн 29-мĕшĕнче уçăлса октябĕрĕн 1-мĕшĕччен тăрать. Толст. Вăл вырăнта çу виçĕ уйăх анчах пулать, ытти вăхăтра пĕр маях хĕл тăрать. || Держаться на чем. Орау. Пӳрт çийĕ юпасам çинче тăрать те, пит начар, кĕç-вĕç ӳкес пек туйăнать. Крыша держится на столбах плохо. || Удержаться. Бгтр. Пылчăкĕ тăмарĕ, тет те, шыв киле çитиччен пĕтĕмпех юхса тухрĕ, тет. Грязь не удержалась (в решете), и вся вода вытекла. ЙФН. † Ырă çурт çинче юр выртмасть, пирĕн пуç çинче çӳç тăмасть. (Салтак юрри). N. Хăвăнта тăман сăмах çынта тăмасть. (Послов.). Якейк. Эпĕр туйя кайнă чох хĕр аллинче çĕрĕ тăмаçть (т. е. на время отдают парням ехать на свадьбу). || Приниматься, начинать. Скотолеч. 17. Анчах пĕрре сĕрме тăрсанах, пĕтĕм лашана сĕрме юрамасть (нельзя в один прием, сразу протирать всю лошадь). N. Килте хут пĕлекен те çук; писме çыртарма тăрсан та, виçĕ-тăватă киле çитес пулать. N. Письмо çырма тăрсан та, темиçе начальник чĕнеççĕ (зовут, т. е. не дают покоя): Гурянăв та Гурянăв, тесе. N. Çам пек çырма лараччин, çырмали питĕ нăмай пекчĕ, çырма тăрсан.. пурне те манса пĕтрăм. Ачач 25. Кунĕ уяр, ăшă. Хĕвел пăхать Тумла юхма тăрасшăн. Ib. 53. Алăкран кĕнĕ чух такăнма тăчĕ. N. Çисен, пуçах пуçтарма тăнă вăл. || Собираться. Толст. Çуртана сӳнтерес тесе тăраттăм ĕнтĕ, сасартăках темĕскер çыртнине сисех кайрăм. Б. Олг. Эп онтан кайма тăртăм, вăл каларĕ: çарăн-çарăн, паратăп, паратăп, ик кĕренке вонçиччех, тет. Турх. Вĕлерме тăнă вăхăтра... Чăв. й. пур. 9. Хăй çынна япала парса пулăшса тăрсан та, çапах çынсене нимĕнпе те кӳрентермен. || Пытаться (сделать что-либо), намереваться.N. Пурăнма йывăр пирки çак хĕрача темиçе хутчен те çакăнма, çăла сиксе вилме тăнă. Пир. Ял. Çакăнса вилме тăнă. Ст. Шаймурз. Катма тăтăм, шăл витмерĕ (орехи). В. Олг. Салтакне касса пăрахма тăрчĕç: чăсатăн, тесе. Кан. Хăйĕн малтанхи арăмĕ патне револьвĕрпе пырса кĕрсе, арăмĕнчен япаласем илсе тухма тăнă. || Задерживаться. N. Анчах нуммаях ан тăр, часрах тупса кил вăлсене! — Юрĕ, нуммай тăратмăп, тупса килĕп эпĕ. ЧП. Нуммай тăмăпăр, час кайăпăр. Юрк. Нуммай та тăмаст, калле çаврăнса тухат та: кĕтсе тăрăр, час тухĕ, тет. N. Нумай тăмастăп калах яратăп (письмо). О земл. Сӳрене пăртак тăрарах тепĕр хут тусан, эпир усă куратпăр. || Ждать, подождать, потерпеть. N. Тархасшăн пăртак тăр, чăт. N. Вăл ĕлĕкхи пекех, нимĕн те тăваймĕ тесе, тăрса пулмаст. ЧП. Çичĕ кун та ан тăр, килсе тăр. Альш. † Эрнен хушши ултă кун. Эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. || Относиться к кому. N. Бюрократия тесе чиновниксене пурне те, вĕсем халăха мĕнле тăнине калаççĕ. || Считаться за кем. Капк. Хут çинче унăн хваттерĕ Сĕнтĕр-вăрринче учитĕлницăра пурнакан акăшĕ çийĕнче тăрать. || Иметь желание. О сохр. здор. Унăн ĕçлесси килмест, яланах выртасшăнах тăрать (при лихорадке). N. Нихăçан та ӳпкелешмеççĕ, çынна хирĕç усал сăмах калаçмаççĕ, никама та усал тăвасшăн тăмаççĕ. || Быть готовым. N. Парас пек тăр. Н. Седяк. Тилĕ çăхана тытрĕ, тет те, çиме тăрат, тет. || Побывать. ЧС. Эпĕ пиччесем патĕнче пăртак тăтăм-тăтăм та, ăйхă киле пуçларĕ. || Бывать, находиться. N. Çавăнпа ăсен укçисем темĕн чухлĕ çĕлесен те, алра тăмас, тет. О сохр. здор. Çĕр нӳрлĕ тăмасть (не бывает сырою, на горе). Ст. Ганьк. Çĕлен сăхсан, выльăх та, этем те шыçăнса каят, ун шыççи хытă тăрат. Ходар. Хурал пӳртĕнче хай кăнтăрла çын питех тăмаçть. || Оставаться целым, находиться в целости и сохранности. Пухтел. Çăнăх та тăмас. ЧС. Лаша умĕнчи çиме çаплах тăрат: пĕртте иксĕлмен. N. Хăйсем сывă-и, çӳреççĕ-и, выльăх-чĕрлĕхсем тĕрĕс-тĕкĕл тăраççĕ-и? || Принадлежать. Кан. Эсеккасси ялăн çĕрĕ çинче тăватă ял çинче тăракан халăх вăрманĕ пур. || Взлетать. || Следовать. N. Манăн сăмах çине тăр. || Восстать. N. Хирĕç тăр. || Жить, обитать, здравствовать. N. Вăл ман патра тăрать. Календ. 1904 Праçшкре те кӳрше кайса килетĕп те, вара кунĕпе килте тăратăп, тет. N. Нумаях та тăмăн, çуркунне пулĕ, унтан çу та çитĕ. Алешк.-Сапл. Сыва тăратна? тесе салам яр. Альш. Унтан тата: ят улăштармасан ача тăмас, тенĕ. Çавăнпа улăштарнă (прежние чуваши). Хăшĕ-хăшĕ ачи начар ӳссессĕн: ятне улăштарас, теççĕ. N. Епле шухăшпа тăратăр, мĕн шухăшлатăр, мĕн калаçаççĕ сирĕн ялта? тетĕп. Альш. Çăммисем: ĕлĕк пит аван тăраттăмăр, тет. Бес. чув. З. Сывă тăратăн-и, ачусем мĕнле пурăнаççĕ, выльăхусем мĕнле тăраççĕ, тесе ыйта пуçларĕ. Сборн. по мед. Ачасене туртса илтĕн пиртен, киле пымаççĕ, кунтах тăрасшăн. С. Айб. † Нумай пĕтет, сахал çитет, пĕрле тăнине мĕн çитет. N. Акă нумаях та тăмăпăр — салтак пулăпăр. Кан. Пĕр çынпа. Çавнашкал ĕçпе тăнăскерпе, лав çине ларса тухса вĕçтерет. N. Санран çыру илмесĕр пилĕк уйăх тăтăмăр. || Не переводится при „пек“ N. Тăвансем тăраççĕ йĕрес пек. N. Çăмăр çăвасшăн. Ун чухне çăмăр çăвас пекех тăратьчĕ (собирается дождь). || Употребляется в качестве вспомогат. глагола. N. Кайса тăратпăр, укçа çук. Мы ходили туда, но там (всё) нет денег. N. Эсĕ пирĕн пата кайкаласа тăр. N. Каймасăр-килмесĕр ан тăрăр. Захаживайте почаще. N. Пичче, ан çилен, эпир ярсах тăнă, çитмеç апла сан пата. N. Хĕветĕре эрнере пĕре курах тăрап. В. Олг. Халь çисе тăримест вăл, каймалла. ЧС. Кăнтăрлачченех киле кайса тăраймăпăр-ха, çак керемет çеремне кăшт та пулш сухалар. N. Вăл çапла каласа тăнă чухнех... СЧЧ. Ну, кусем чăнах та пăрахса тăраççĕ ĕнтĕ (совсем вот кажется готовы бросить языческие молитвы). Пĕри-пĕри чирлесенех, хай-ĕскерсем нуккă чӳк тума тапратаççĕ, чăтса кăна тăр. Трень-к. Вĕсем уя тухса тăратьчĕç те, пире кĕтетчĕç. N. Шăтăк алтса тăчĕ те, алтса çитерсен, хатĕрленĕ шăтăкне хăех кĕрсе ӳкрĕ. N. Аттеçĕм, аннеçĕм, хуран тулли аш çакса: пиçе тăтăр, терĕр пуль; хĕрĕре аякка парса: йĕре тăтăр, терĕр пулĕ. Юрк. Эпĕ килте ĕçлемесен те, кашни уйăхра эпĕ сире укçа ярса тăтăм. Истор. Ăна хирĕç янă çар чарса тăрайман, пĕр май чакса пынă. N. Ман короле çын ирĕкне тивес çук, юсах тăрсан, нихăçан та вилес çук. N. Камăн та пулса сасартăк сиен пулса тăрсан анчах хăй тума пулнă ĕçе тăваймасть. N. Ăна курасшăн çĕмĕрт йывăççи çине улăхса тăнă. N. Унччен те пулман, сут тавраш çитсе те тăнă. N. Çав вилнĕ çын ӳчĕ типсе хытса тăнă, ун пек кĕлеткене мумия теççĕ. N. Çак йĕрке тăрăх акă мĕн пулса тăнă. Юрк. Çав сăмаха илтсен, хай çыннăн вăтантарас вырăнне, ирĕксĕрех ăна мулпа пулăшас пулса тăнă. Ивановка. Шкулта эпир пынă çĕре урăх ачасем те нумай пухăнса тăнă. Сред. Юм. Нăмай шохăшласа тăрса полмас. Долго раздумывать нечего (нельзя). Изамб. Т. Салтака кайсан, килтен укçа ыйтас вырăнне, хăй ярса тăчĕ. Алших. И, Сĕве-тĕр, Сĕве-тĕр, Сĕве тăрăх хӳме-тĕр; аршăн-аршăн пĕвĕм-тĕр, ылттăн ука çӳçĕм-тĕр, кĕмĕл черкке куçăм-тăр, йăлтăраса тăрат-тăр; ай-хай чунçăм, вăйçăм, янăраса тăрат-тăр. Чăв. юм. 1919 ç. 11. Ука çӳç тыткаламалла та мар: хускаланса, ваткаланса çеç тăрать. Шăна чир. сар. 18. Çимелли япалисене пĕр маях витсе тăрать. Чураль-к. † Çинçе урама хыпар яртăм, хĕрсем тухса тăрмалла; хĕрсем тухнă, ачисем тухман, ачисем тухнă, эпир мар. Орау. Пĕр-пĕринпе тавлашса тăмастăр-и? Истор. Час-часах тата монахсем тăвас ĕçе вĕсене хушса тăриччен хăй тăва-тăва пăрахнă. N. Çынсемпе çапăçса алли-урисене амантса пăрахаççĕ. || Употребляется в чувашизмах. Букв. 1904. Савăннипе пĕртте туйман, хĕвел каçалана кайнă-тăнă. Ib. Инкек çине инкекех тата: çав вăхăтрах ун ури салтăннă-тăнă. Ib. Унтан хайхи вăрăм-туна эрешмен картине çакланать-тăрать. Альш. Пĕр-пĕр улпут тавраш виç-тăватă лашапа кӳме кӳлсе, хăнкăртаттарса иртсе каят-и, вăкăр кĕтĕвĕсем хăваласа каяççĕ-и, унта мĕн те пулсан курах-тăран: ахаль иртмес пĕртте вăхăт. Ib. Вăрманта çул такăр, тӳрем. Ниçта çырмана-мĕне анса-туса тăмалла мар пирти пек. Сред. Юм. Калах тăран-ха эс она, пăртак тăрсан каллах манса каять. Все ему сказываешь, а он немного погодя опять все забывает. N. Унăн тавлашасси, чĕлхепе çĕнтересси анчах киле тăрать. Собр. Хăни килех тăрат, кĕççи сарлах тăрат. (Пӳрт улăхтарни). N. Каç выртсатăма питĕ кансĕр: çанталăк сивĕ. Яжутк. Пирĕншĕн аттен ма макăрас, тăрас-кӳлес лаши пур. Скотолеч. 27. Тăнă çемĕн хытăрах кӳпĕнсе пырать.

тăран

то же, что тăракан, прич. наст. вр. от гл. тăр. Юрк. Хампа пĕрле тăран ача патне выляма кайрăм. Сред. Юм. Пĕр май кая-тăран çын тĕлне те пĕлмес-мĕн-çке о çын. Удивительно, что не знает, где дом такого человека, к которому часто ходит. Ib. Киле-тăран çын. Человек который часто ходит. Ib. Пĕле-тăран çынпа сăмахласан та сăмах килĕшет. Со знакомым человеком о чем-угодно можно поговорить. Ib. Кора-тăран çынах çапла олталать-çке ĕнтĕ. С человеком, с которым часто видимся, и тот обманывает. Ib. Илте-тăран япалана та манать-мĕн-çке о çын. Оказывается, человек забывает и то, что он часто слышит. Т. Григорьева. Тайăла тăран пуçа хĕç витмест, теççĕ. (Послов.).

тăруçăн

встреч. в чувашизмах: N. Пирĕн тата ку тăруçăн никам та ура ярса пусман, пĕр иксĕмĕр анчахчĕ. Орау. Ку тăруçăн (в последнее время) аплах пурăнмаççĕ-ха (относительио порочной жизни, напр., воровства).

тăркала

учащ. ф. от гл. тăр. N. Ăçта килчĕ унта çуннă юпасем тăркалаççĕ. N. Çапах ку Иван тăркаласа тухать, тет, кăмака çинчен. Альш. Хурăн-варĕн вĕçĕнче аранçĕ тăркалат шыв кӳленсе: кĕтӳсем шăваркаламалăх пулат унта шывĕ, йĕпе çулсенче. Бес. чув. б. Кăшт тăркаласан тасарах (чище) таварсем те сутакан пулнă. О сохр. здор. Сывă мар çын патĕнче тăркаларăм та, çавăнтан ерчĕ пулĕ. Баран. 116. Кăвакал пĕр май пуçне шыва чиксе, пуç-хĕрлĕ тăркаласа пырать. Ib. 19. Капла ĕçсĕр тăркаласа пире усă пулас çук. СТИК. Вăсем кăчуне начар тăркалаççĕ-няк. Они, кажется, живут в настоящий момент кое-как. Шурăм-п. Çапла шухăшласа кăшт тăркаласан, паçăрхи улпут кĕтесрен лашине юрттарса тухрĕ.

тарса юл

оставаться, оставаться на месте. N. Шыв тулнă вăхăтра шывпа юхса килсе тăрса юлнă. Юрк. Çуеççи: Питтĕр куллинчи шыв юхса тухнă, пуллисем пурте типĕ çĕре тăрса юлнă, çавсене тиесе килме каятăп, тет те, Кирли хăй лашине хытăрах хăвала пуçлат, тет. Юрк. † Çунаçăм сулăнчĕ сулăнка, хамăр тăрса юлтăмăр сылтăма. ЙФН. † Икĕ алă тулли ултă туттăр, илес тенĕ хĕрĕн пурçăн туттăр, тăрса юлчĕ, курăнать. N. Ампар тăрса юлчĕ. Амбар (двухъэтажный) остался цел и невредим. Кан. Ун çемйи пĕр ĕне вĕçне анчах тăрса юлнă — килтисем выçлăхпа йăлтах çисе тасатнă. ПВЧ. 108. Савни лартнă ют хĕре, тăрса юлтăм алăка. Альш. Чассавни çумнерех ларакан пĕр килĕ юлат тăра (после пожара). Якейк. Эп пасара кайма тохсаччĕ; ман пушă киле тăнă-йолнă, пушă патне ирĕксĕрех каймалла полч. Орау. Кашни çул качча кайимасăр тăра-тăра юлать. N. † Сар-сар арча, сар арча, сăр çитмесĕр тăра юлчĕ. Ала 72. † Икĕ витрем симĕсчĕ, тăра юлчĕ çал патне; савнă ачам сар ача, тăра юлчĕ Ейпеçе. Шорк. Киле килме тапраннăччĕ, хупах умне пычĕ, тăрах юлчĕ, пымасть. Вышли было итти домой, подошел он к кабаку и остался, не идет. (Выражается неожиданность, недоумение по поводу факта). Шишк. Ах тантăшăм, Сантăркка, карчăк вурнех тăрса йолчĕ. Скотолеч. 17. Эмелне лайăхрах лутăркаса сĕрме кирлĕ, сахал сĕрсен çăмĕ çине тăрса юлать те, усси сахал пулать. ЧП. Лайăх ятăм тăра юлĕ ял çине. || Пропускать. Кан. Пĕр пухуран та тăрса юлар мар. || Лишиться. N. Çука юлса çак ху ларакан кĕççерен те тăрса юлăн. Юрк. Çав каçах кунăн хай ылханнă лашине кашкăр çурса тухать. Курăсăн, хай çын пĕр лашасăр тăрса юлать. Ĕç вăхăтĕнче суха çыннийĕ лашасăр тăрса юлни пит начар. N. Çорран тăрса йолтăм. Тим. † Романовски кăçатта хапсăнса, хура кăçатăсăр тăрса юлтăм. Кама 54. Пурте пĕлеççĕ, пĕлтĕр манăн лаша ӳкрĕ: алăсар тăрса юлтăм. || Запоздать. ППТ. Пирĕн ялăн çапла тăрса юлса, хăш çулне Питрав кунĕ, хăш çулне Питрав ыран тенĕ чухне тин тăваççĕ (т. е. уй чӳкĕ). N. † Тăрă шыв урлă каçнă чух тăрса юлас ан пулăр. Якейк. Паян эпĕр кĕтӳрен тăрса йолтăмăр (проспали стадо).

тăрса кур

подниматься вставать. N. Анне уçă мар, пĕр вырăн çинчен тăрса курман.

тăрсан-тăрсан

немного спустя, через некоторое время. Юрк. Халĕ çав çыруна чăвашла çырнă пирки савăнса, тăрсан-тăрсан, пĕр ытараймасăр вуласа тухатăп.

тăран

(ты̆ран), наедаться досыта, насыщаться. Рак. Пĕр тăрансан, ача чулĕ те çиейместĕп, тесе каларĕ, тет, сĕтел хушшинчен тухсан, Микка арăмĕ. N. Пĕчĕк ача амăшин чĕччине ĕмсех тăранат. Изамб. Т. Ешке çисе те тăранмалла мар тутлă пулат. || Довольствоваться, кормиться, питаться. Изамб. Т. Акă хăш-хăш тĕлте улма пахчипех тăранса пурăнаççĕ. Сред. Юм. Çилпе тăранса порăнмас вит. Ветром не кормится ведь. || Юрк. Укçаран тăрана пĕлмерĕ. || Получать полное удовлетворенне. М. Сунч. Выляса тăран, наиграться. См. сулăн. Алших. † Çисе тăранайми çĕр-çырли курса тăранайми хамăр тăван. Юрк. Карташ шăлса тăраканни тутар, арăмĕпех пурăнат: вĕсемпе калаçса тăранаймастăп. N. Ярăнса (çӳресе, ишсе, вуласа) тăрантăр-и? Накатались ли вы? || Наглядеться (досыта). ЧП. Атте-анне пиртен тăранмасть. N. † Калаçса уйрăлми çичĕ ют, курса куç тăранми атте-анне. ЧП. Курса куç тăранми хамăр тăван. Образцы. Çуларăм пуçма, турарăм, куçăм тăранах курмарăм. N. Пирĕн тăван аякра, пĕрре курса куçăм тăранмарĕ. Ск. и пред. чув. 14. Унăн сăпатне амăшĕ пăхса тăранайман. N. Тăвантан тăван тăранни çук. || Быть довольным. N. Пуррипе тăранман çын (недовольный). || Получать жертвоприношения (о киреметях). Панклеи. Виçĕшне: Мăн киремете, Чĕне ту киремете, Поляртана пĕтĕм сорăм асăннă. Ыттисем ялăн-ялăн анчах тăранса порăннă. || Пресытиться. Изамб. Т. Эсĕ вăрçнине илтсе тăраннă ĕнтĕ (надоело). || Пропитаться, упитаться. Баран. 8. Çĕрĕ шывран тăранчĕ.

тăрант

накормить досыта. НТЧ. Тĕттĕм пулсассăн, хапхисене питĕреççĕ, ачи-пăчине пурне те çитерсе, тăрантса, йăпатса çывăрттарса пĕтереççĕ. N. Çавăн чухне темĕн чухлĕ çынна тăрантнă. || Кормить. Календ. 1907. Пахча çĕрин пĕр теçеттини те темиçе çеме тăрантса тăма пултарать. || Надоедать. N. Питĕ тăрантрĕ ку вăрçă.

тăрат

(ты̆рат, тŏрат), заставить, позволить встать. N. Эпир чӳрече çине тăрăпăр.— Эп сире тăратăп. ТХКА 40. Атте, кĕсрене тăратса ярас тесе, пынă та, кĕсре сывламас та, тет. Ib. 42. Эпĕр те çуркунне аттепе иксĕмĕр хăла тьыхана тăрата-тăрата кантарса, майпе çавăтса, Пичаваш катине леçсе ятăмăр. || ЧС. Пӳртре тăратмаст (не позволяет мне быть в избе). || Остановить. N. Лашăна тăрат. Останови лошадь. Кан. Тпрр-ру!.. Тăрат, атте, çакăнта. Тип-çырма. Тăратăр-ха! Стойте-ка (говорят едущим на лошадях). Ала 13°. Çавă пăрахот пырса тăратсассăн, çакă ватă хуçа пăрахот çине кĕнĕ. || Держать в бездействии. N. Мĕн пур пек вăйна, ăсна ахаль ан тăрат,— телей тупма урăх май çук. || Продержать, дать существовать, N. Унăн йăхне ĕмĕр-ĕмĕрех тăратăп. || Держать. N. Тирпейлĕ арăм пӳртре çӳп-çап тăратмаçт. О сохр. здор. Çĕр ăшĕнче çĕрекен япаласене пĕртте тăратас пулмасть. Ib. Пĕр-пĕр тумтире тулта тăратсан, вăл ытти япаласем пекех сивĕнсе каять. Скотолеч. 19. Тутăрне улăштарса çыхнă чухне суранне кăшт та уçă тăратма юрамасть. Якейк. Çăмартая вĕрекен шу шăнче пилĕк минут тăратсан, пиçет. Ib. Çип çамçа хотсан, каткара вуник сахатран ытла тăратма йорамаçть. Юрк. Пиçекен ашĕсем чукунта тăратса тăраканнисем, вутпа çунса, ĕнек тути калаççĕ. N. Вăрă-хураха, пысăк арчана йывăç çине çакса, виличчен тăратнă. || Поднимать. N. Хăпартнă чох перĕн орапа тӳнсе карĕ, ăна эпĕр тăратрăмăр та, киле карăмăр. Ст. Шаймурз. Путнине кăларма хушнă, тупнине тăратма хушнă. Ib. Çӳлелле тăратат. Поднимает к верху (ногайку). N. Хайхи тарçă хулхисене тăратса, пурне те илтесчĕ тесе, шухăшласа ларнă. Халапсем. Унăн урисем çӳлелле тăратса тăраççĕ (торчат). || Будить, поднимать с постели. Пшкрт. Якейк. † Хамăр ялăн хĕрсене айне тӳшек сармалла, çине тăлăп витмелле, ачашласа тăратмалла. Качал. Хĕр тăратать-тăратать Йăвана, тăратса та тăмастĕ (не просыпается). || Ставить, поставить. Орау. Мĕшĕн лашисене пурте кунта тăратнă. Трхбл. Тăрат лашана. Поставь Лошадь. ЧС. Çавăнпа эпĕ насвуса тăратнă тĕле, ăна курма тесе, кайрăм. N. Пĕр çынсене тепĕрисем çине хирĕç тăратса вăрçтарса çӳренĕ. N. Вĕсен йĕри-тавра тĕкме тăратса çавăрăннă. Якейк. Тăратса тусан, чĕмел лайăх типет. Чĕмел тума пуçланă чох тват-пилĕк кĕлте тĕкĕштерсе тăра(та)ççĕ те, онтан çавăрса каяççĕ. Ib. Вăл чола выртарса хоман, тăратса хонă. || Назначить, поставить. N. Паян урăх санитара тăратрĕç ман вырна. || Представлять. N. Вăл çав çулнех округа хут тăратнă, 50 ача таран вĕрентмешкĕн. Кан. Хăйсем тĕллĕн кайса çĕр йышăнса килнисем çак каланă хутсенчен кайранхи икĕ хута анчах тăратмалла. || Доставлять, поставлять. Кан. Байков хаçатсене вăхăтра тăратмасть. Кильд. Ку çамрăк хуçа хĕрин (у невесты) мĕн çуккине вăл хăй тăратма пулнăю Ала 8°. Сирĕн мĕн çуккине эпĕ хам тăратăп, анчах эсир мана хăвăр хĕрĕре парăр. Якейк. Эп школа вотă тăрататăп. Я доставляю в школу дрова. Ib. Вăл пире аш тăратать. Он доставляет нам мясо. Ib. Вăл çар валли лаша тăратать. Он для армии поставляет лошадей. Янтик. Çар валли лаша тăратать вăл (поставляет лошадей для армии). Юрк. Пирĕн хура-халăхăн: çын вырăнне çын тăратас, тенĕ сăмах пур. N. Лаша вилчĕ, питĕ ан колян, çотăкăй (= всетаки) он вырне тăратрăмăр. || Задерживать. N. Çак хота (= çырăва) илсен, ан тăратăр, часрах ярăр. N. Пиçмине сирĕнтен илсен, пĕр сахат та тăратмарăм, кала ятăм часрах. N. Вăрçă выйлă пулсан, пире те нăмаях тратмаççĕ. N. Пиçмона авла (= алла) илсен, пĕр кун та ан тăрат (не медли ответом). N. Çырува ан тăрат, как çитсенех яр. || Оставлять. N. Нимĕн те таратмаççĕ (все тащут, воруют). N. Пĕр япала та таратмаст. || Поместить. Ст. Чек. Çулăха вутă тăратнă (поместили в „çулăх“). Янгильд. Çул каякан çын карĕ; анчах Микита патне аслати çитрĕ те, калать: ма тăратрăн эсĕ вăл çынна? Вăл этем мар, вăл осал, вăл мантан вăтăр çол мăшкăласа çӳрерĕ. || Построить. N. Вĕсен пӳрт-çурчĕсене салтаксем тăратнă. || Erigere (mentulam). || Употребляется в качестве вспомог. глагола. Орау. Пĕр çынна çил çӳлелле çĕклесе капан урлă каçарса тăратрĕ, тет. N. Ултă çула вbççĕмĕш ятташне пĕр кăлармасăр тăратма хупса хурать (запирает свою дочь).

тăратса ларт

поставить, посадить. Çĕнтерчĕ 47. Тăратса ларт-ха, Наçтаç! сывлăш тухмасть. || Построить, выстроить, ставить, поднимать. Орау. Çурт-йĕре питĕ лайăх тăратса лартрĕ вăл (воздвиг, построил). Сред. Юм. Пурте арран тăратса лартрăм. С трудом выстроил избу. Ib. Тăратса лартнă, подняли. Якейк. Ку ача плотнă çаклатнă полмалла: пĕр хĕлте арман тăратса лартрĕ.

тăратса хăвар

оставить (человека), не взять с собою. Алик. Тула тăратса хăвартăм. Оставил человека на дворе, дожидаться. N. Маткуна киле таратса хăвартăн-и? || Лишить, оставить без ничего. Юрк. Миçе çынна çăкăрсăр тăратса хăварчĕ пулĕ. Баран. 109. Вĕсем (насекомые)... час-часах... пĕр пĕрчĕ тырăсăр тăратса хăвараççĕ. || Ачач 61. Вăрмансене, сăрт-тусене, юхан-шывсене хыçа тăрата-тăрата хăварса, кайăксем пекех вĕçме пуçлаççĕ.

тăратса тăр

стоять стоймя, стоять дыбом. N. Ун хапхи умĕнче пĕр юпа çинче лаша пуçĕ икĕ кун тăратса тăнă. Сред. Юм. Тăратса тăрать, стоймя стоит. Баран. 42. Çăмĕ (у волка) шăрт пек тăратса тăрать.

пĕр тăрук

сразу, одновременно. N. Эпĕ санăнне икĕ пиçмо илтĕм пĕр тăрукра (одновременно). НАК. Пĕр тăрук тухса каяс тесе.

тăрă

(ты̆ры̆, тŏрŏ), верхушка. Байгул. Чăрăш тăрри — йĕс тăрă. Панклеи. Качака ку путяккине карта тăрне çакать-хăварать. N. Хура вăрман тăррипе, хура пĕлĕт айпе. (Письмо). Цив. † Сăрлă-сăрлă кĕлешче, ут тăррипе сăр кайрĕ. Юрк. † Пĕчĕкçĕ лаша-кăвак лаша, тумхах тăрринчен пускалат. || Верховье. N. Уравăш çырми тăррине. || Головка (прыща, чирья). О сохр. здор. Шатрисен вара тăррисем путса анса шуралаççĕ. || Бутон. Якейк. † Уй варĕнче умуççи, тăрри çорăлать — уй толать. Юрк. † Тăрри çурăлаччен ларакан (т. е. шăма кĕпçи), вăрман хӳтти пулакан. Сорм-Вар. Хусантан тухать хура çул, икĕ айăккипе улмуççи, тăрри çурлать (чечеке ларать) — уй тулать. Ала 101. Пирĕнтен каяш йолашки ларччăр тăрри çорлаччен (о „пантьăк кĕпçи“). Кильд. † Хĕрсен арки тивмесен, чечек тăрри çурăлмĕ. Михайлова. † Мăн олăхри олăх кĕпçи (вар. тарăн-варти путран кĕпçи), лартăр тăрри сарăлса. Хамăрпа калаçнă ачисам порăнччăр-и вăхăт çитиччен. || Разница в стоимости более дорогого предмета. Календ. 1904. 50 тенкине вĕсемшĕн банк туленĕ, 5 тенкнне (тăррине) вĕсем хăйсем тӳленĕ. || Борозда (в загадке). Карм. Ани шурă, тăрри хура. (Кĕнеке, çыру). || Кисточка пояса. КС. Тарри янă пиçиххи, пояс с кисточкой. Яргуньк. † Пирĕн арăм пуласси шуп-шурă шупăрпа, хĕп-хĕрлĕ пыçипа, пыçи тăринче шарçи пур. Абыз. Ик йăлтарка, тăват кăчăрка, ик тăрă. || Острие, кончик. Собр. Çĕççĕн тăрри çурăк пулчĕ, йăттăн пуханĕ (?) çурăк пултăр. N. Уксак çын туя тăрринче çӳренĕ пек. Алик. Хĕр калать, тит: тăхăр качака вăç (вот?) килет, мăйри тăрри ылтăн, чĕрни тăрри кĕмĕл. Альш. † Ăçта каян, чĕкеç, васкаса, çунат тăррисене хытарса. Шишк. † Ăçта каян, чĕкеç, çомăр витĕр, ик çонач тăрине йĕпетсе? || Крыша. N. Асанне пӳрчĕ тăрринче çур çăкăр выртат. (Уйăх). N. Лупас тăррисе виттертĕм. М. Тупт. Тăрă е арман тăрри, верх мельницы. Альш. Ăна çавăрса илет те, урхалăхпа пăвса çыхса, ампар тăрринчен çакса хурат тет. Орау. Пӳрте туса пĕтеретпĕр, тăрă çавăрасси анчах юлч. || Баран. 75. Хапхисем тăррине çырусем çырса хунă. || В переносном смысле. Персирл. Тăрри шăтăкрах, тăррине вус посман (глуповатый). Янтик. Сан пăртак тăрри шăтăк пуль, ытла тем-те-пĕр авран. (Гов. в ироническом тоне про человека, который где-нибудь в гостях говорит пошлости или начинает проявлять свое сумасбродство). Ib. Тăрри шăтнă-çке сан! N. Тăрри шăтăк = ухмах. Слеп. Тăрри шăтăк, питĕрмен (дурак). || Употребл. в качестве послелогов: на, над. С. Тим. Арча тăррине ларăттăм. Якейк. Ылтăн йопа тăрăнче ăмăрт-кайăк ларатĕ. Орау. Темскер шутлать пĕлĕт тăрнче. Что-то считает на небе. ПВЧ 96. Хурăн тăрне хпарасси (трудно влезть), хпарассинчен анасси (но еще труднее слезть). N. Осал çырнă, тесе ан кала: ора тăрăнче çырап ал вĕççĕн. Микушк. Ăмăрт-кайăк унăн тăрринчен (над ним) вĕçсе пынă та, вăл мĕн каланисене илтнĕ. N. Эпĕ пуç тăрне кĕреçе тытнăччĕ, кĕреçе шăтман.

тăррĕн

то же, что тăррин. Шорк. Ман лашана кортăн-и? — Кортăм, корăк тăррĕн çӳретчĕ; йĕппе чикрĕм те, вилсе карĕ. Ib. Лĕпĕш корăк тăррĕн вĕçсе çӳрет. Ib. Пĕр кайăк çĕмел тăррĕнех (очень близко) вĕçсе иртсе карĕ.

тăрăнтăрликле

назв. игры. Çĕн-Кипек. Тăрăнтăрликле выляс пулсан, перваях тăрнтăрлик патакки кирлĕ. Уна ак çапла тăваççĕ: пĕр пурне пысăкĕш, тăршшине çур аршăн ытларах юман патакăн икĕ пуçне шĕвĕртееççĕ.

тăрăс

подр. удару о пол или о землю. Сиктер. Кушака тăрăс! тутарчĕ. Хватил кошку о пол (и убил). || Подр. шумной пляске с припрыгиванием. Богдашк. † Тăрăс-тăрăс ташлама, ташлама, тимĕр ура пулинччĕ, пулинччĕ. || Подр. припрыгиванию или скачкам при ходьбе и беге. ЧС. Сурăхсем тăрăс-тăрăс тутарса сиккелесе кĕрсе карĕç (на двор при загоне). Хастарлăх 13. Тăрăс та тăрăс! пусса, харăссăн, йĕркеллĕн, яп-яка çулпала пирĕн отрет пырать. ЧП. Тăрăс-тăрăс тапни. ПТТ. Тăрăс-тăрăс сиксе кăшкăрса пӳртрен тухаççĕ. Б. Олг. Тăрчĕ çа çын ташлама, тăрăс-тăрăс сиккелерĕ, лайăхăн ташлимерĕ. ПТТ. Манăн пит ташлас килет, пĕр качака пек тăрăс-тăрăс, майра пек йăкăр-йăкăр туса кăна ташлăттăм. Янш.-Норв. † Тарăс-тăрăс тапмашкăн, Хусан атти пирте мар. Сред. Юм. Тăрăс-тăрăс — сикнĕ чухнехи сасса калаççĕ. || Подр. звуку удара при падении на землю. ПТТ. Хăшĕ çапла чуптарнă (на лошадях) чухне лашисем çинчен тăрăс! туса ӳкеççĕ. || Подр. звуку при толчении. См. тăла тĕртни__. || Подр. звуку при выстреле из ружья. Сред. Юм. Пăшал пенĕ чохне тăрăс (или тăрăс)! туса тохса каять.

тăрăх

(ты̆ры̆х, тŏрŏх), длина (полотна). Янш.-Норв. Пилĕк тăрăх шур пирĕпе виçĕ тăрăх улача пур. КС. Тăрăх, цельная холстина (пир тăрăхĕ). Слеп. Пĕр тăрăх пир (20—25 аршăн и 10 аршăн). Янтик. † Тăрăх-тăрăх шурă пир, тăрăхĕ вăрăм пулинччĕ. Чăвашсем 22. Вăл вара вĕсенчен виçшер тенкĕ укçа, пĕрер тăрăх пир илнĕ, пĕр четвĕрт эрех ĕçнĕ, тет. Султангул. † Тăрăх-тăрăх улача, касса пĕтмĕ, терĕр-им? Пĕвĕ ӳссе çитĕ те, ăсĕ кĕрсе çитĕ те, ĕмĕрне каймĕ, терĕр-им? N. Ун пуçĕнчен шухăшсем кумса пĕтернĕ тăрăха тĕрлеме пуçларĕç. Хăшĕ-ха ун чăн илемлĕ тĕрри? Ал. цв. 12. Аслă хĕрĕсем хăйсен пурçăн тăрăхĕ çине ылттăн кĕмĕлпе тĕрлекен ĕçĕсене пăрахса, ашшĕне хирĕç чупса тухаççĕ. Сред. Юм. Пир кăнтарăм; пир, тăла тĕртсе кăларсан: пĕр тăрăх тĕртсе кăлартăм, теççĕ. || Мера ниток? || Звено. N. Вăл вăкăр хапхаран кĕреймен, ăна çичĕ тăрăх хӳме сӳтсе картишне кӳртнĕ, тет. (Такмак). Тайба Б. † Ултă тăрăх хăмана утса тухса пулмарĕ. || Плаха. Орау. Виçĕ тăрăх вутă исе килтĕм (три плахи). N. Нимене çич лав карăмăр. Тăрăхине пĕтерсе килтĕмĕр, çатрака юлчĕ. Собр. † Тăрăх-тăрăх вут сыппи, ялан ĕне ури айĕнче. Орау. Тăрăх, полено трехаршинное. Ib. Пĕр тăрăх вутă парса ярăр-ха мана кивçен. || Полоса. Толст. Унтан ункăран унка пĕр вершук çитейми тимĕр тăрăх илнĕ. || Местность. КС. ЧС. Пĕрре пирĕн тăрăхра выльăх мурĕ пулчĕ. Кан. Ункă тăрăхĕнче ун пек пуян урăх çук та. N. Хамăр тăр(ă)хсам çок. Нет людей из нашей местности. || Продольный. Ст. Чек. † Пруххăртейĕн хыçĕнче тăрăх хăма çураççĕ. Собр. Уйра тăрăх пăта тăсăлса выртат. (Йăран). N. Тарăх та выртрăм, Елекка, урлă та выртрăм, Елекка, юраймарăм, Елекка. (Старинное изречение). || Употребляется в качестве послелога. Орау. Манахсам тăрăх çӳрерĕм, вырăн çук. Паян кĕпĕрне хуçи патне кайса пăхмăр-ши? Вырăнсăр юлап вĕт. Халь Пашалу тута патне кайса килем-ха. Час килеп. N. Çак çын ĕнтĕ, юмăç каланине манас мар тесе, çул тăрăхах (по всей дороге): пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, пĕр пăт тух-и, çур пăт тух-и, тесе таварăнать, тет. Ал. цв. 7. Çав пусма тăрăх вăл патша çуртне кĕрет. N. Вĕсенчен хăшĕ министр патĕнче, унăн канцелярийĕсенче ĕçлеççĕ, хăшĕ пĕтĕм патшалăх тăрăх ĕçлеççĕ. Мошков. † Ула кушак, шур кушак ширшанта (шаршан та?) тăрăх (scr. торэх) кускалать; ача чнпер (çавă пур та), хĕрсен тăрăх кускалать. Регули 173. Вăл каланă тăрăх эп турăм. Ib. 1308. Порне тарăх волать. Япала тăрăх шотласа парăп. Ib. 1085. Вăл мана хĕнерĕ, эп çавăн тăрăх (çавăнпа) çилентĕм. Хăр. Паль. З2. Мăя тăрăх çăмăр шывĕ кайрĕ. Урмаево. Карчăкăн ывăлĕ сахат тăрăх мар, минут тăрăх çитĕнет, тет (рос). Туй. Хĕрĕ унта мар, хĕр туйĕ вăл вăхăтра çӳрет хурăнташсем тăрăх. Батыр. Ашшĕ тăрăх ывăлĕсем. По отцу и сыновья. (Послов.). Чăв. й. пур. 5°. Кĕнеке тăрăх хисеп турĕç (счет, вычисление). Сенг. Манран (надо мною) киле кайнă чух çул тăрăхах кулса пычĕç. Кан. Апат кĕренкке тăрăх пĕрле çитереççĕ. Ib. Ăна халăх яуррИсем тăрăх çырнă. N. Чăваш ялĕсем тăрăх çӳреме тухса кайнă. Регули 172. Вăл панă тăрăх эп те патăм. Ib. 1307. Çол тăрăх йăвăçсем тăраççĕ. Ял тăрăх çӳрет. О сохр. здор. Вăл ĕç телей тăрăх пулать. Это зависит от счастья. Вишн. 59. Апата нумай çиесси вăл вĕреннĕ тăрăх килет. N. Ĕçленĕ тăрăх (или: тунă ĕç тăрăх), сдельно. О сохр. здор. Вăл çул тăрăх, е уйăх тăрăх килет (здоровье). КС. Арăм тăрăх, из-за жены. Ib. Çав ятлаçу сан тăрăх туххăрĕ (из-за тебя). N. Эпĕ инспектор патне çырса ятăм жалованье яман тăрăхран. Чăв. й. пур. 21°. Çав Ивана, хăй пит вĕçкĕн тăрăх, çынсем хăне те мăшкăллакаланă. Шурăм-п. Юрлакан хăй савнă тăрăх — кирек хăш кĕввине те юрлама пултарать. Регули 1070. Олпут ачишĕн (ачи тăрăх) анчах конта порнатăп. Ib. 117. Эп онпа поплесе пол тытаç тăрăх. Ib. 54. Эп онпа поплесе тыр сотмалли тăрăх. N. Эсир каçет тăрăх илтнĕ пуль. О сохр. здор. Çавăнпа палакансем, камитсем курма, юрăсем, ташăсем, килти вак-тĕвек ĕçсем çынсене пит усăлă, мĕшĕн тесен кирек кам та, ĕçлекен çын, ун тăрăх канать. N. Çав тăрăх ăна вăл малтанах пĕлтернĕ паллă вырăнне хунă. N. 1903-мĕш çулта, Кирилловка хулинче выставка пулнă чух, эпĕ унта хам пĕлекен тĕрлĕ ремесла тăрăх тунă япаласене ятăм. N. Пирĕн йомахласси те пиçмо тăрăх анчах. ТХКА 98. Кĕлеткем пĕчиккĕ пулсан та, кĕлеткем тăрăх пăхтартăм. НИП. Пăрлă шыв пуç тăрăх яратчĕ. N. † Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Чураль-к. Урпа ани урлă, сĕлĕ ани тăрăх. (Хура пӳрт маччи). N. Урама тăрăх. ЙФН. Атти ани çула тăрăх. ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх. N. † Ту-ту тăрăх тупăлха, турта тума юрĕ-ши? Шыва тăрăх хурама, пĕкĕ авма юрĕ-ши? Нюш-к. Вăрмана тăрăх чукун çулĕ иртсе каять. || Б. Яныши. Йăтти ачашланса тăрăх сикет, тет. Сред. Юм. Йытă паллакан çынна корсан тăрăх чĕвенет (встает на задние лапы, передними упирается на человека). N. Унтан тăрăхах йĕтĕн çине пир хураççĕ (в гроб). ТХКА 92. Хура йытă пулсан, мана хирĕç сиксе тухатьчĕ вăл йăпăлтатса, хӳрине вылятса, хам тăрăх сикетчĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик йытăпа аптăранă эпĕ паян, пĕр май хам тăрăх сикет.

тăрăх улача

пестрядь без клеток. См. улача. К.-Кушки. Тăрăх улачаран арçын йĕмĕ çĕлеççĕ. Ăна çапла тĕртеççĕ: кумми — тăват пĕрчĕ кăвак, пĕр пĕрчĕ шурă, ураççине кăвакпа ывăтаççĕ.

тăрăхла

подсмеиваться, подтрунивать, подшучивать. N. Çынтан тăрăхлать (= колать, подтрунивает). Шел. II. 40. Ялсем тавра çаврăнаççĕ харăс утса, юрласа, уява тухман хĕрсене тăрăхласа, хурласа. N. Пĕр-пĕрне тăрăхлаççĕ те, пĕр-пĕрне хурласа лараççĕ çынсем умĕнче. Юрк. Вилнĕ çынна çын сăмахĕсемпе кăлăхах тăрăхласа калаçнăшăн хама турă каçартăр. Сред. Юм. Тăрăхласа колать (насмехается), тесе, малтан чипер сăмахласа, кайран çав сăмахланă сăмахĕсемпе каласа колса çӳресен, калаççĕ. Ib. Тăрăхлать, насмехается. Ib. Паçăр пăртак çиç тăрса сăмахларăмăр, хамран уйăрăлсаннах, тăрăхласа çӳрет, тет: ун пик çынпа тем йăмахласси пур. Ib. Малтан кампа та пулса йăмахласа, кайран хăйпе сăмахлакан çынтан кулса çӳрекене: тăрăхласа çӳрет, теççĕ. СТИК. Вăл çынна тăрăхлама пит юратат (любит проезжаться, насмехаться, подтрунивать). Альш. Сан мăйăх пĕрре кăна-çке, епле вăл пĕр çунатлă кайăк пулат, тесе, ахаль тăрăхлат, тет. Кильд. Унăн хăлхине çапла тăрахласа кулни пĕре те кĕмен. N. Çынна тăрăхласа кулаççĕ вара вĕсем. П. Пинерь. Ан тăрăхлăр, кăвак куçсем, сисетпĕр-çке, чакăр куçсем. Ст. Чек. Ăна тăрăхланă (подтрунивали). || Упрекать. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çын тепĕр çын çинчен кирлĕ марне калаçса çӳренĕ пулсан, кайран ăна: ман çинчен ма апла калаçса çӳрерĕн, тесе тăрăхлат (упрекает).

тăрăш

длина. Собр. Тимĕрпе хăмсарсан, тимĕр пĕр чике тăрăш тăслат, теççĕ. С. Алг. † Çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ. N. Тырă тăрăшпех акнă, тет. N. Тăрăшĕпе выртса тухнă. || Окруженье, окрестность. N. Дон шывĕ тăрăшĕнче начар, ытти çĕрсенче вăтам пулмалла. Рак. † Шурă Атăлăн тăрăшĕнче ут çултăмăр çаранта. || В течение, в продолжение. N. Сывă пулсан, сире ĕмĕр тăрăшне те манас марччĕ. N. Çул тăрăшне сивĕ тытрĕ. Кан. Хĕл тăрăшĕнче улма çĕрме пуçланнине сиссенех, çĕрĕккисене суйласа илмелле. Тайба.-Т. † Эпирех те выляса кулнисене асăнăр та тантăшсем, ĕмĕрĕн тăрăшĕнче.

тăрла

то же, что тăрăла. Изамб. Т. Улăм пĕтерехпе хушăка тăрлаççĕ. Сред. Юм. Капан тăрламалли сейник, длинные вилы, достающие до верха стога. Шибач. Пĕри капан çинче, тепĕри аялтан парать. Капан тăрлаççĕ. || Подсмеиваться, подшучивать, подтрунивать. Коракыш. † Ах пичи та, ах инке, мĕн тăрласа ларатăр, хусамăрăн пек туйăнмаçт-и-мĕн, хусамăрăнах пулатăп. || Колотить, бить. Цив. Орау. Ачана пуç тӳпинчен пĕр-иккĕ тăрларăм та, кайран куçа та курăнми пулчĕ. Ib. Эрех тупса памасан, пуç тăрринчен тăрлаççĕ (= хĕнеççĕ). Сред. Юм. Пирĕн Ивана паян йолташĕсем хытă тăрланă (прибили).

тăрлав

кров. СПВВ. Пурăнма тăрлавĕ çук. (Тăр, тăрла). || Завершение дела. М. Бикшихи. Абыз. Ĕçлет-ĕçлет, ĕçленин пĕр тăрлав(ĕ) те çук. Работает, работает, а все в работе нет законченности, завершения. Питушк. Часах тăрлав килес çок-ха (при стройке, конец). || Порядок. КС. Кил-çурчĕ таврашĕнче ним тăрлавĕ те çук (нет никакого порядка). N. Пурнăç тăрлавне кӳтĕмĕр. Шорк. Çав ачанăн пĕр тăрлавĕ те çок (не умеет держать себя). N. Пирĕн конта тăрлав çок, котăнлашса тăраççĕ. N. Пирĕн килте порнăç тăрлавĕ çок. Яргуньк. Ним тăрлавĕ çок, тăрлавсăр (безалаберный, кое-как, неаккуратно делающий). Якейк. Ак халь пӳрт тăрлав(ĕ) кĕчĕ. Теперь изба приведена в порядок, и в ней стало хорошо. N. Ял хушшинче ним тăрлавĕ те çук. || Начало, исходный пункт, исходное положение. Сред. Юм. Он тăрлавĕ çавăнта полакан, çавăнта кайса шыра-тăр поль.

тăрлавсăр

лишеный вершины. || Незавершенный, незаконченный. N. Вăл ĕç тăрлавсăр-ха. Это дело не завершено еще. || Бестолковый(-о), беспорядочный(-о). Сам. 64. Йăвăçсен те пĕр тăрлавсăр вĕçрĕç-пĕтрĕç çулчисем. N. Тăрлавсăр, невыдержанный человек. КС. Тăрлавсăр çын, не умеющий держать в порядке, в чистоте себя. или дом, или лошадь, речь свою, свою семью и пр. N. Тăрлавсăр этем — памяти мало, безумный человек. СПВВ. Тăрлавсăр — килĕшӳсĕр, калăпеăр, картсăр, шăнăçусăр.

тăрмала

(тŏрмала), царапать. Собр. Кушак тăрмаласан, тăман тухат, теççĕ. Андор. Кушак урипе тăрмаласан, тăман тухать, теççĕ. N. Ăна тăрмаласа, хышласа чĕп-чĕрĕ юна пĕветнĕ. Альш. Кушак тенкеле тăрмалат (стул; царапанье материи). N. Анчах пĕр йытти каллах тăрмала пуçланă. N. Кушак сака тăрмаласан, вăл вара кĕлет умне кайса ларсан, вăрăсем çаратса каяççĕ, теççĕ. Йӳç. такăнт. 40. Уринчен тăрмаласа. || Продрать, очищать от гноя (глаза). Трахома. Пăхайман пирки пӳрпе çĕленсе ларнă куçне шывпа çуса тасатас вырăнне тӳрех тăрмалама тытăнать. || Долбить. К.-Кушки. Ау 1З°. Унтан тытăнчĕç, тет, йывăçа тăрмалама. Тăрмала-тăрмала йывăç сулăнса кайре, тет. || Рыть, копать. Хурамал. Çавăн арăмĕ çĕр тăрмаласа (= чавса) ылханать. N. Сысни йывăç йĕри-тавра тăрмаланă-тăрмаланă та, вăрмана кайнă. N. Ху та куратăн вĕт: вăл ялан тăрмалать. || Разгребать. Тюрл. Пучахсене кĕреплепе тăрмаласа кăларас полать, кĕрепле тăрмаласа кайнă хыçĕнчен сĕркелесе каяс полать. Çĕркеленĕ хыçĕнчен çиçсе пырас полать. || Ерошить. КС. Çуçне-пуçне тăрмаласа çӳрет (взърошив).

тăрмăш

бороться. СПВВ. ФМ. Вăй пур чух тăрмăш, теççĕ, пĕр-пĕр çын çапăçнă чухне. || Стараться изо всех сил, добиваться. Шарбаш. СТИК. Эй мĕскĕн, мăнтарăн ачи! Пĕтĕм вăйĕпе тăрмăшат çурт çавăрасшăн (из кожи лезет).

тăрналла

назв. игры. Мижули. Тăрналла. Ăна ак çапла выляççĕ. Малтан олмоççи торатне касса илеççĕ те, миçен выляççĕ, çавăн „чохлĕ çĕкĕл хатĕрлеççĕ; унтан кайран олмоççи торат котне шĕвĕртеççĕ те, çĕр çине чиксе лартаççĕ, а çеклисене пĕр аршăн пек патака ик пуçне те шĕвĕртеççĕ; унтан вара шăпа яраççĕ: камăн çеле (= çиеле) тохать, çавăн утмалла (= ывăтмала); ăна вара срок параççĕ, миçе утмалла: воннă ли, çирĕм ли, вонпиллĕк ли; çавăн чохне миçе хут чикĕнтерет, çавăн чохлĕ çеклине олмоççи турат тăрăх çӳлелле улăхтараççĕ. Унтан кайран камăн самай çӳле çитет, вара тохать; а кам йолать, ăна виçĕ хут утма срок параççĕ; если виçĕмĕш хутĕнче тохаймасан, пĕр вун чалăш малтан тухнисене çĕклеттереççĕ.

Тăрна шурри

озерцо (кӳлĕ пек). Цив. || Назв. оврага. Янш.-Норв. Тăрна шурри — вар ячĕ; унта ĕлĕк пĕр çын тăрна тытнă, тет.

тăрнаккайлан

вытянуться, вырасти. Сред. Юм. Çак пĕр-ик çол хошшинче пит тăрнаккайланса кайнă ôлă.

тăрнтăрликле

назв. игры. Çĕн-Кипек. Тăрнтăрликле выляс тиекенсем пĕр патак çинче шăпа яраççĕ. Çав шăпа йĕркипе вара черетĕн-черетĕн выляççĕ. Вăййине ак çапла выляççĕ: черет йĕркипе первай пĕр ачи тухать те, тăрнтăрлик патаккнне: тăрнтăрлик чаках тăрн, тесе, çӳлелле ута-ута ярать. Вăл пеннпе тăрнтăрлик çĕре пĕре те лап ӳкмесĕр, çĕр çине миçе тăрнса ларать, лешсем çавăн чул пĕр туя çине картса хураççĕ. Унтан черетпе тепри тухать. Çавăн пек черетпе пурте выляса пĕтиччен выляççĕ. Тата перваях кашни миçе тăрнтармаллине калаçса хураççĕ. Юлашкинчен кам миçе тăрнтарнине шутлаççĕ. Кам сахал тăрнтарнă, çавна ак мĕн тума хушаççĕ: çĕре пĕр пĕчик патака, така хурань тесе, çапса кӳртеççĕ те, шăлпа туртса кăларма хушаççĕ. Шăлпа çав патака туртса кăларсан, вăл витрех çав патакпа аяккалла вĕçет. Ун хыççăн ыттисем те. Хытă чупса пынă чухне вăл çав патака утса ярса хăварать. Ун хыççăн чупса пыракансем вара çав патака шырамах тапратаççĕ. Шыраса тупсан, каяллах исе пырса, тата аяларах çапса яраççĕ. Вăл каяллах туртса кăларать те, каяллах çампек кайса çухатать. Каяллах çухатимасан, татах (виççĕмĕш хутчен) йăвăртарах туса параççĕ. Çапла вара вăййн пĕтет.

Тăрпанкка

назв. дер., Турбанка. Орау. || Кошатник, происходящий из д. Турбанки. Орау. Тăрпанкка (турбанский кошатник) килч, çав кушака сутас, пĕр-ик пачкă тапаклăх пами.

тăрр

(ты̆рр), подр. звуку, который слышится, когда дятел долбит. Б. Олг. Ола-таккан тотине шăтăка чиксе тăрр! туат, ток-ток-ток! ток-ток-ток! шаккат. || Подр. дружному взлету. Б. Олг. Сала-кайăксам полккипех, тăркăнĕпех тăрр! вĕçсе карĕç. || Подр. бегу лошади. Б. Олг. Тăрр-тăрр-тăрр (бег лошади). || Подр. скороговорке. N. Чанах, эсĕ ытла та тарр! каятăн. Ана ерипен, сапăр калаçаççĕ. Пурте вĕт пĕр ял çыннисем,— шăпчăкла юрласа ячĕ вăл. || Подр. звуку вертящегося колеса. Б. Олг. Ачасам выляни алăпа костарнă тăрр костарсарат (= костарса ярат). || Подр. битью камнем оконного стекла. N. Тӳречене чулпа тăрр тутарчĕ.

тăрри

(ты̆рриы), жаворонок. Питушк. N. Тăрри çăмарта тунă чух, куракăн кучĕ ыратнă, тет. N. Чи малтан тăрри сасси илтсен, выртса йăвансан, сиккелесен, пăрçасем çухалаççĕ, тет. Нюш-к. Тăрри — çуркунне, юрсем кайса пĕтсен, уйра трил! трил! тесе: пĕрре çӳлелле вĕçсе ухать, тепре аялалла вĕçсе анать. Хĕрсем е ачасем: тăрри, тăрри, (Варук) качча каяс пулсан, (Пликка) авланас пулсан, çӳлелле ух! теççĕ. Тăрри каланă пек тусан, мĕн çинчен калани пулать, теççĕ. Сенчук. Икĕ чĕкеç, пĕр тăрри çурт пуçĕнче вăййисем. || Ленивый. СПВВ. МС. Тăрри — кайăк (жаворонок); айван çын.

тăршĕ

длина. N. Вутă çуллах пĕр чалăш тăршĕ мĕн ĕçлесе хутăм. N. Пĕтĕм кӳлĕ пĕр çичĕ çухрăм тăршĕне çара вилнĕ çын кăна пулнă.

тăршши

длина. См. тăрăшшĕ. Юрк. Шывсем юхаççĕ вĕсенĕн тăршшине, ан пăрахăр, тăван, ĕмĕр тăршшине. N. † Пирĕн урам тăршшине хăмаран кĕпер сармĕç-ха. (Солд. п.). Якейк. Сысна пирн аная тăршшипех çĕмĕрсе тохнă (во всю длину). Ib. Çол тăршшипа (за всю дорогу) мана вăл пĕр сăмах та чĕнмерĕ. || Окрестность. Юрк. Туйра, туйра, туйра юмансем тавра, Туçа тăршшинче, хăвăл-хăвăл юмансем, Хăвăл-çырма вĕçĕнче хĕрлĕ питлĕ хĕрсем. || Продольные нити при тканье. Шибач. См. ораççи. || В течение. Юрк. † Савни аса килсессĕн, çĕр тăршшинче салам яр.

тăс

(ты̆с), вытягивать, протягивать. М. Чолл. Кăвак кашкăр хӳрине тăсса хучĕ те, вармана тапса сикрĕ. Собр. Хĕрĕх чăхă пыршине чĕн тилкепе тăсрăмăр. || Затягивать (дело). Ст. Чек. Кашни япалана ан тăс (= ан кăтарт, ан пар), Ib. Çынсен тытнă-тунă-пăрахнă, пирĕн ялан ĕçе тăсат. || Ударить, вытянуть. N. Чăпăрккăпа пĕр иккĕ тăсăп (вытяну), Альш. Иккĕшне тăсат пĕр икшер нухайккапа çурăм тăрăх (по спине).

тăсăм

полоса, кусок. N. Пĕр тăсăм таварна парччĕ мана. Дай мне одну длинную полосу. || Во всю длину, сплошь. Ст. Чек. Тăсăм куккăр, или валом, валум куккăр. || Полосами. N. Вĕсенне те вăлчисене тăсăм-тăсăм пуçтараççĕ. || Затяжной, медленный. N. Тăсăм вилĕмпе виличчен, пĕр самантра вилĕр.

тăсланк

(ты̆слаҥк), долговязый. Янтик. Тăсланк — высокий и нетолстый (человек), ленивый и праздношатающийся. Ib. Э-эй, тăсланк! Тем тăсăлса çӳрет унта пĕр ĕçсĕр. (Так называют человека, больше шатающегося по улице; наверное, „верзила“).

тăтăш

(тŏдŏш), часто, постоянно, все время, нередко Сĕт-к. Пирн пата вăл тăтăш (тăтăшах) çӳрет. ЧП. Тăтăш килет (час-час). Сред. Юм. Тăтăш пĕр япала çинче çиç епле чакаланса ларас килет поль. Юрк. Пĕр тăтăш, всегда. Кан. Килтисене ан ман вара, ачам; тăтăшах çыркала. Артюшк. Вăл пирĕн пата тăтăшах килет. ПВЧ. 105. Ай-хай, пĕр аппаçăм, пĕр йыснаçăм! тăтăш килет, тесе ан калăр. N. Этем мĕн курасси, мĕн пуласси çинчен тăтăшах шухăшласа тăрать. N. Ун чухне тăтăшах çынсем пуçтарăнаççĕ. N. Сана çыру яма май пулсан, тăтăшрах яр. N. Çавра-çил тăтăшах (яланах, час-часах) тухсан, çăмăр пулать. Истор. Чи аслă кĕлетки Перун ятлă пулнă, çав кĕлеткене вĕсем тăтăшах парне панă. Ib. Тата вăл енче тăтăшах ют халăхсем пыра-пыра аптăратнă. О земл. Кĕркунне çанталăк куллен сивĕрен сивве каять, тăтăшах çăмăр çăвать. N. Тăтăш-тăтăш юхаççĕ. Календ. Пĕр анана тăват-пилĕк çул тăтăшах пĕр тĕслĕ тырă акса тăрсан çĕр ывăнать. || Сплошь. Изамб. Т. Эпĕ ак кунта тăтăшах хӳмме тытас, тет. || Сплошной ряд. Альш. Чирку (не „ӳ“) кассипе пĕр тăтăш (под одно), тата çӳлелле Арманкасси теççĕ. || Длина, протяжение. Альш. Вăта кассăн тăтăшĕ, тата тепĕр яла тăрăх урам урлă каçсассăн, Чăнлă тывĕ хĕррине тухать. || Сплошной. НИП. Тăтăш эрне, сплошная неделя. || Обложной дождь. К.-Кушки. Çăмăр тăтăша кайрĕ (об обложном дожде).

тăтăшăн

сплошь, без прогал. Скотолеч. ЗЗ. Шатра питĕ ĕрчесен пĕр тăтăшăн пӳрленсе каять. || Без перерыва. Утăм. Çав кунне çĕрле çĕр чĕтĕретсе çывăхра кăна тăтăшăн тупă печĕç. СТИК. Пĕр тăтăшăн çырат, пĕр тăтăшăн çуса тăрат (çумăр), тăтăшланса çăват (без перерыва).

тăтăшла

сплошной массой, без прогал. НИП. Пĕр тăтăшлаччĕ, смерзя.

ха

(ха), частица, соответствующая русскому: разве, неужели. Абаш. Миколай, эс киле пымăн-им-ха? (Так сказал дед внуку, который не жал хлеба). СТИК. Сана тивей-мен-им-ха? Тебе не попало разве еще? Ib. Эп унтан хăраппи-ха! Вот еше, я разве боюсь его! N. Рăтиван хăта вилни-ха эппин? Ала б. Иван Суволов шухăшлать, тет, ăшĕнче: Эп-и-ха ку? (неужели это я?) — тесе. || Может быть, возможно. Изамб. Т. Хăйĕн асапĕ пĕтрĕ, арăмне шел.— Шел те, мĕн тăвас тен? Качча кайĕ-ха. N. Кунта илсе парĕç-и-ха, пит васкаса ан ил. || Вероятно. Букв. Вăл лашине тăратнă та, кунта мĕн те пулин пур-тăр-ха тесе, пăхма пынă. Чаду-к. Пĕрре тилĕ çын пулчĕ, тет те, калать: Тилĕ тус пур-и, кума пулма пырать-ши? Упи каланă: Пырать пулĕ-ха, тултаччĕ. || Наверное. N. Вăл килсен çитерет те-ха мана, килмен, мур. Если придет, то накормит. || Еще. N. Кăна тунипех сахал-ха. N. Ăçтан тупăн-ха хаçатне, ăна илме киоск та çук-ха. N. Халĕ те килмен-и-ха вĕсем? ЧС. Киле кĕтĕм те, мана анне: Тата мĕншен йĕретĕн-ха? терĕ. Тим. † Ӳссе кăна ӳссе çитĕнетĕр, пур-и-ха кассăрта тусăрсем? ЧС. Ăçта кайрăн-ха? СТИК. Пĕр-пĕр ют çын авăн çапакан çемье çапнă çĕре пырат та: Кăсем авăн çапаççĕ иккен-ха,— тет. N. Эпĕ çак чашкăсене çăвап-ха, эс кăшт кĕтсе тăр, унтан вара кайăпăр. Оп. ис. ч. II. Эпĕ тухаймарăм-ха. Я еще не удосужилась выйти. || Вот. СТИК. Авăн çапма тытăнтăмăр-ха. Ib. Вăрмана кайса килтĕм-ха. В лес сходил вот. (Говорит, положим, человек, только что возвратившийся из десу, постороннему человеку; говорит слегка). || Вот именно. Микушк. Татах тухса ларнă пухăва, çапла ларакан-ха вăл. || Ну что... Яжутк. Мучĕшĕ каларĕ, тет, турăн-и-ха? тесе каларĕ, тет. || Выражает сомнение. Альш. Эй, кукша, санран пулас-ха патша хĕрне илме. Ib. Пĕри калать, тет: Эй, эсĕ илме-ха ăна. || Соответствует русской частице ка. N. Кĕнекине ывăт-ха ман патма. Кинь-ка книгу ко мне. В. С. Разум. КЧП. Ан тат-ха çырлине, кĕт пиçерех патăр. Н. Байгул. Çи-ха, çи. Ст. Чек. Курам-ха, курам-халь. Ib. Ту-ха, ĕçле-ха; сывă пулăр-ха. Орау. Ыран виç сахатра килеп, эсĕр килте пулăр-ха, кирлĕ. Оп. ис. ч. II. Ан перĕр-ха, чарăнăр. Погодите-ка стрелять, перестаньте. Ib. Çимелли кӳрĕр-ха! Дайте-ка мне поесть! Ib. Анне, шыв пар-ха! Мама, дай-ка водицы! || Служит для смягчения приказания. Оп. ис. ч. II. Мейĕр, çийĕр Иван татăкне, вăл кĕтесре йăлăнтарса лартăр-ха! — терĕ. „Нате, ешьте Иванов кусок,— сказал он,— пусть он сидит в углу и капризничает“. Ib. Пит ывăннă пулĕ вăл; ан тив кантăр, вара хăех уçăлĕ-ха. Он, чай, устал; пусть отдохнет, тогда сам и приободрится. Ib. Атя, килех, ирт кунталла, калаçса ларапăр-ха. Иди, проходи сюда; поговорим. || Соответствует русской частице же. С. Айб. Халь те пулсан манăн çав лаша-ха. Бес. чув. З0. Мĕнле-ха вăл апла? Как же это так? || В качестве вопросительной частицы. Чем люди живы. Хăшĕ-ха сирĕн атă ăсти? — Эпĕ те-ха. Бес. чув. Сан ывăлу кампа пасара кайнăччĕ-ха? Ал. цв. 12. Эпĕ вĕсене ури-аллисене çыхса ирĕксĕр яраймăп. Тата епле, мĕнле çулпа çитмелле-ха кунта? Эпĕ çитиччен икĕ çул шăпах иртрĕ, мĕнле çулпа килнине пĕртте пĕлместĕп, тенĕ. О сохр. здор. Мĕнле сарăлать-ха çак чир? Вăл ак мĕнле сарăлать. || Соответствует русской частице ли. N. Тăванăм, эсĕ кăçал киле тавăрнайни-ха? Сенчук. † Пилĕкĕрте пурçын пиçихи, ялăрта сутакан пур-и-ха? N. Эс вăрантăн-и-ха ? Меня занимает, встал ли ты? || В качестве вставного замечания. Альш. Пирĕн ăвăслăх теççĕ-ха. БАБ. Учуке-ха ăна хирти тырă-пулăшăнах тăваççĕ, çавăнпа ăна ялта тумаççĕ, пĕр-пĕр уллах çĕрте, хирте, тăваççĕ. Альш. Малтанхи кунех хĕрсем хваттире кĕрпесем, çусем, тăвар илсе пыраççĕ-ха. Нюш-к. Вара çавăнтах куç курми пулчĕ (потерял зрение), тет. Ку мана юрамас-çке, ку ырă укçа мар-ха, тесе, хуранне хыпаласа тупса, талĕрсене каялла ятăм, тет. N. Кĕçĕр эпĕр час çывăрмăпăр-ха (т. е. займемся каким-нибудь нужным делом). N. Аçу ăçта? тесен, эпĕ: вăрмана кайнă-ха (ожидается его возвращение) вăл, теттĕм. Чем люди живы. Ăçтисем пулатăн-ха эсĕ? Могонин. А! вот сана, ман анана сухаланăшăн вăл мĕле асаплантарать-ха, терĕ. Орау. Пăркун каларăм вĕт-ха. Оп. ис. ч. II. Лашасем шывшăн пулĕ-ха. Лошади, небось, хотят пить (воды). СТИК. Вăл ик аллипе сăхсăхса илчĕ пуль-ха! Не токмо что, наверное, еще обеими руками перекрестился! Ib. Çавăнта кайса килес пуль-ха. (Говорит, готовясь уже итти, куда хочет). N. Вĕсем калаççĕ: Сирĕн Йевкен вăйăра пулĕ-ха, вăл çавăнтан килеймерĕ пулĕ-ха,— теççĕ.

хай

упомянутый; тот, о ком (о чем) уже говорилось. А.-п. й. 56. Кайсан-кайсан хай йăва сĕм вăрмана çитсе кĕчĕ. КАЯ. Виççĕмĕш кунче атте хай хĕре, пĕр пар лаша кӳлсе, леçме кайрĕ. Ст. Чек. Хай, хайхи, самый, тот самый. N. Хай пирĕн стрилук пычĕ те, пăшал аврипе çывракан çынсене чыша пуçларĕ. Бес. чув. 23. Акă ĕнтĕ сана хай таса вĕрентни, таса сăмах. N. Хай каç пулсан, эпир çăкăрпа картахви хатĕрлерĕмĕр те, вăлтасем илсе Сĕве хĕррине утрăмăр. ЧС. Тытма юрасан хай кашкăр çурисене тытса пынăшăн укçа параççĕ, теççĕ; çавăн пек пире те укçа памĕ-и мушть, теççĕ. N. Эпĕ, хай, ĕмĕрте упа курманскер, çывăхне те пыма хăраса тăратăп.

хай-çырма

хай-çырми, назв. тат. дореволюционного праздника. СПВВ. ИА. Имишерсен чăн аслă праçникне хай-çырма тенĕ. Тюрл. Пирĕн, çимĕк иртсен, хай-çырмине каяççĕ. Çав хай-çырмине пиртен пĕр пилĕк çухрăмра, аслă çаранта тăваççĕ. Çав çаран çумĕнче пĕр çырма юхат. Çав çаран çине çамрăк ачасемпе хĕрсем пĕрле пухăнаççĕ. Арçын ачисем хĕрсене пĕремĕксем çитереççĕ. Унта сутă тăвакансем те тухаççĕ. Çавна вара пирĕн хай-çырма теççĕ. Вăл хай-çырмине ахаль пасара тухса утнă пек тухса утмаççĕ. Виçшер лашасемпе те икшер лашасемпе анчах пыраççĕ; пĕккисем çине хăнкăравсем çакаççĕ, лашисен хӳрисене тӳлеççĕ, çилхисем çине хĕрлĕ тутăрсем çакаççĕ... Çаран çине çитсен, çаран йĕри-тавра пĕрер хут çавăрăнаççĕ те, лашисене тăратса лавккасене çӳреме каяççĕ. Лавккасем хушшинче хĕрсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе тăраççĕ. Хăйсем пурте хĕрлĕ кĕпесемпе те атăсемпе, пуçĕсенче тухья, умĕсенче алмапа шӳлкеме, тенкĕллĕ мăй-çыххисем, урăх илемлĕ шăрçасем те çакнă. Вăл хай-çырмине пирĕн ялта чысламаççĕ, урăх ялсенче сăра ĕçсех чыслаççĕ. Ачасемпе хĕрсем çӳресен-çӳресен, хай-çырми тăвакан ялтан пулсан, килĕсене тавăрăнаççĕ, хай-çырми туман ялтан пынисем хай-çырми тăвакан ялсене хăнана каяççĕ. Унта вăлсем хăналансан, каçпа килĕсене юрласа тавăрнаççĕ. Моркар. Хай-çырми — тотар праçник, тройски чох полнă, виç конччен. См. Магн. М. 65, Золотн. 189.

хаяр

(хаjар), сердитый, строгий, злой; злюка. N. Нумайĕшĕ юрламасăр еррипе таврăнаççĕ, атту кин хаяр пулать, теççĕ. НР. † Пахчи, пахчи, хăяр пахчи, хăяр çисе ӳсрĕмĕр, эх ӳсрĕмĕр, çампа хаяр пултăмăр. Бахчи, бахчи, огуречные бахчи! Питаясь огурцами, выросли мы, потому, видно, злыми мы стали. N. † Усал хаяр пире мĕн каламĕ çукă сăмаха пур туса. Шорк. Вăл пит хаяр, кĕт хирĕçрех каласанах çиленсе каять. Собр. Хуран çинчен çисессĕн, хаяр пулать, теççĕ (строгий, злой, держит в страхе детей и жену, вспыльчивый). Хора-к. Ытла хаяр ан пол, ытла йăваш ан пол. Актай. † Атте карĕ Хусана лаша хӳри тевĕлеме; пичи карĕ пасара хĕрсен хӳри тĕвĕлеме; хам килсе хĕр тытма, çӳç хĕррине кăтрине, кăтрисерен хаярне. || Гневный. Синьял. † Эпир ярăнса ӳснĕ чух хаяр куçпа ан пăхăр. N. † Тантăш лайăх ӳснĕ чух хаяр куçпа ан пăхăр. N. † Шемексенĕн хĕрĕсене епле хаяр куç ӳкмес. Чураль-к. Эпир киле кайнă чухне хаяр куçпа ан пăхăр. N. Çынна хаяр сăмах каласа, усал ят хушса кӳрентермен. Сĕт-к. Çăвар толли хаяр сомах. КС. Хаяр чĕлхеллĕ çын, говорящий строго и убедительно. || Грозный. Полтава. Хитре, хаяр куçĕпе виттĕр пăхса шăтарать. Он поле пожирал очами. || Свирепый. Эльгер. Хаяр çил юрри е тискер хумсен шавĕ тăраççĕ пурне те унта хăратса... И. С. Степ. Хаяр çавăрса пăрахас, предотвратить зло. Б. Яныши. Хаяр, сивĕ хĕлле хыççăн хитре, ăшă, сарă çор килет. || Дурной, плохой (о слове). Икково. † Çын савнипе, ай, поплес мар, хаяр ята, ай, кĕрес мар. Сред. Юм. Çынпа вăрçса хаяр ятлă полса çӳрес марччĕ. Не следовало бы ругаться, чтобы не распространить дурную славу про себя. Изамб. Т. Эсĕ ялан çынсем хушшинче хаяр ятлă пулатăн. С. Айб. † Ырă тантăшçăм Якку пур, тупнă çĕрӳ ăнмасан, тупакана хаяр ят. Обращается к мужу: если я не понравлюсь и пр. (Хĕр йĕрри). Ib. † Хирте пура пураççĕ, кĕтесси тикĕс пулмасан, ăстисене хаяр ят. КС. Хаяр ят, дурная слава. || Ядовитый, вредный. Ромс. З2. Тапакра сиен тăвакан хаяр япала пур. || Дикий (о голосе). М. Чолл. Сасартăк хаяр сас илтĕнчĕ: Ах, вăрăсем! — терĕ. Изамб. Т. Илче тете хăранипе хаяр сасăпа (благим матом) кăçкăрса ячĕ. Ib. Шыв хĕрринче пĕр чарăнмасăр, кӳнĕ-кунĕпе хаяр сасăпа кăçкăрат. N. Куçне чарса тухать те, Картлаç çине хаяр кăшкăрса калать: Тăр часрах! — тет. А. Турх. Хаяр саспа кăшкăрас, кричать благим матом. || Крепкий (о спиртных напитках). N. Ку сăра пит хаяр, виç коркапах ĕсĕрĕлсе карăм. Пазух. † Пирĕн тăван ĕçки те, ай, пит хаяр, ĕçме хушсан, епле те ĕçем-ши. Такмак. Ĕçкĕр-çикĕр хаяр (крепки), чăтаймăп. || Сильный, проливной (о дожде). Ала 98°. Хаяр çăмăрпа кайса, шăши кĕмен шăтăка шу толтарам,— тесе каларĕ, тет. || Сильно. ЧС. Аслати те хаяр авăта пуçларĕ. Изамб. Т. Е ури-аллине сиктерсен, е ӳксен, е пĕри-пĕри çапса ыраттарсан, е унта-кунта хаяр ыраттарсан, юн-чул шывĕ ĕçеççĕ. || Гнев. Собр. Хаярăн ури саккăр, теççĕ. Ст. Ганьк. Куçран хаяртан, хаярнă куçран, вĕри хаярĕнчен, сивĕ хаярĕнчен, кĕве хаярĕнчен, ăншăрт хаярĕнчăн, ăншăртлă тул хаярĕнчен... (Из моленья). || Строгость. Сан хаярна кам пĕлмес. || Назв. болезни. Ст. Чек. Хаяр лексен кăвапаран ыратать, пуçа хĕстерет, сивве шăнтать. Ib. Кăвак çеçкеллĕ, пĕр тĕпрен пулат, хаяр тивсен чăмлаççĕ. Пшкрт. Ута хаяр ӳкрĕ (холодеют ноздри). О сохр. здор. Ах, хаяр ӳкрĕ пулĕ. || Назв. здого духа. Ст. Чек. Хаяра çăккăр параççĕ. Ib. Хаяра хăшĕ çăккăр пăрахаççĕ вĕт. Ib. Халь хаяра пăрахнă ĕнтĕ, ĕлĕк хаяра асăнатчĕç. КАХ. Çырлах, хаяр тавраш, мĕн хаярна ху чарса тăр, тум-хаярне пирĕн тавраша ан яр. Сана, хаяр амăшĕ, пĕр пашалу, виçĕ пăтă паратпăр. Хăвăн ачăна-пăчăна пирĕн выльăхсене сыхлаттар, çырлах! („Карта пăтти“). Пис. Мĕн пур хаяр-хăтар, усал-тĕсел пиртен уйрăлса кайтăр, çак укçа уйăрлса кайнă пек. Якейк. Пуç ыратсан, вар ыратсан, айăк чикекен полсан, тата çанашкал нумай чирсем ерсен, хаяр вăрăннă, теççĕ. Ib. Хаяр вăрăнса виç-тăват сахат хошшинче вилсе кар. Ib. Хаяр вăрăнса çĕрĕпе упа пак ӳлер. Ib. Хаяр вăрăнсан, хаяр тымарри панă ĕлĕк. N. Унтан кайран: турă хаярне пăтă, турă амăш хаярне юсман: паратпăр,— тенĕ. N. Хаяр, тăм-хаяр, чикен-хаяр, хĕн-хаяр, ăншăрт-хаяр, киремет-хаяр, тĕтĕм епле саланса тухса каять, çавăн пек саланса тухса кайăр. (Наговор против болезни). Т. VI. Шыв хаярĕ, тăм хаярĕ, вилĕ хаярĕ тухса кайччăр. (Из наговора). Ib. Хаяра кĕл-тăватпăр тутлă чĕлхепе, тарам пуçпа. Хаяр амăшне кĕл-тăватпăр тутлă чĕлхепе, ăшă питпе, тайлам пуçпа, асăнатпăр, витĕнетпĕр. (Из наговора). Хорачка. Хаяр çапăнсан, çын сумар полат. См. Магн. М. 113, Золотн. 178. Çăварни. Пĕчĕк тусене те: Пире аслă вырăнта ларакан хаяр путекĕн питĕнчен витĕр! — тийĕç.

хаяр пăрахни

назв. свадебн. обряда. Ала 66. Вара вĕсем ял тавра çаврăнаççĕ те, хаяр пăрахма каяççĕ. Вĕсем укăлчаран тухса виçĕ тапхăр çаврăнаççĕ хĕвеле май, унтан вара мăн-кĕрӳ урапа çинчен анать те, виçĕ тапхăр ӳксе пуççапать. Пуççапса тăрсан, çак сăмахсене каласа, пĕр-икĕ пус укçа утса хăварать: Мĕн пур хаяр-хăтар, усал-тĕсел пиртен уйрăлса кайтăр, çак укçа уйăрлса кайнă пек, тет. (Ĕлĕкхи туй йĕрки).

хаяр çавăрни

назв. обряда. Альш. Е тата хаяр çавăрса пĕр-икĕ пус укçа пăрахма хушнă (йомзя больному глазами).

хаяр тымарĕ

назв. растения. Чертаг., Якейк. Хаяр тымарри, имбирь. Н. Седяк. Хаяр тымар пĕр аршăн тăршĕ, çеçки сарă, ĕне хӳри пек вăрăм, пуçĕ кăшкар ути пек, ку курăкăн тымарне ăш ыратсан çинĕ.

хаяр чĕресси

посуда, куда клали дары злому духу хаяр. КАХ. Совершив „карта пăтти“, брали „пĕр пус укçа, тепĕр кашăк пăтă, тата тепĕр татăк пашалу“, клали „пĕр чĕрес çине“ и вешали „карташне“. Уна вара хаяр таврашне çакрăмăр, тенĕ. Чĕрессине хаяр чĕресси тенĕ.

хаю

лента. N. Хаю = хăю. Пазух. † Йĕпкĕн хура шĕлепке таврашне йĕпкĕн хура хаю тыттартăм, йĕпкĕн хура хаю вĕçсене вунçичшерлĕх кĕмĕл яртартăм. Баран. 68. Икĕшне те Георгий хайăвĕ çине çакнă медаль панă. Ib. 92. Вăл кĕмĕл хаю пек çуталса явкаланса, тăвăн пĕр карчĕ çинчен тепĕр карчĕ çине сиксе юхать.

хайла

хитрость, уловка; способ, средство. Альш. Хăнасене пăтă умĕн: Апат умĕн начар улпут та пĕр курка ĕçет тет,— текелесе хайласа эрех ĕçтереççĕ. Ст. Шаймурз. Хайласа калани. Юрк. Ку çын пит хайласа калаçать. СПВВ. Хайла пĕлет вăл; хайласа калаçать. Юрк. Çавăнпала юрă хайласа хунă авал: Çӳлĕ ту çинче çил арман... К.-Кушки. Юрă хайлама хир-енсем лайăх пĕлеççĕ. Составлять песни хорошо знают хиренсем. Ib. Хир енчисем юрă хайлама пит ăста, çавăнпа вĕсем хушшинче юрă пуçтарма пулат. || Уменье. СПВВ. МВ. ЕС. Хайла = ăс, еиел. Альш. † Хайла кирлĕ çак юрра юрлама. И. С. Степ. Хайла, сообразительность, находчивость. Хурамал. Салтак хуйха ӳкрĕ, тет, ĕлĕкхи пек хайла тупас тесен, ним хайла тупайман. Бюрг. † Ука кирлĕ сухана çавăрма, хайла кирлĕ юрăсене юрлама. || Притворство. Слакбаш. Хайлана печĕ. || Прибаутка. N. Шутсемпе хайласем. N. Вĕсенĕн юмахĕсем те, хайлисем те, авалхи сăмахĕсем те — пĕри те юлман, пурте манса пĕтнĕ. || Причина, повод. А. Турх. СПВВ. ФИ. Ун пек çын пĕр-пĕр çын патне ĕçнĕ вăхăтра юри ĕçме пырать те, юри килнĕ тиесрен килтенех хайла ( = сăлтав) тупса каять.

хайлаллă

смышленный, каверзный. СПВВ. ФИ. Хайлаллă тесе тата пĕр-пĕр çемьене калаççĕ; ун пек çемере çынсем çын умĕнче йăпăлтатма, калаçса сăмахпа юрама пит ăста пулаççĕ. Ялюха М. Хайлаллă чăрмав, каверза. Бюрг. Хайлаллă хĕр. Вăл хĕр хăй чĕелĕхĕпе пĕр ачана пит кулмалла тăрăхланă. || Хитрый на обман. Слакбаш. || Умно, толково, мудрено. N. Хайлаллă калаçать (развитой). Ст. Чек. Хайлаллă юрлат, толково.

хаймук

первоначально, повидимому, имя человека, впоследствии нариц. имя человека (дурак). Батеево. Ĕлĕк пĕр хаймук тияккăна ексамĕн панă та, авланма шут тытнă; укçаллăраххине илес тесе хĕр шырама Хусана çитнĕ, хăй путлĕ калаçаймасть те, тет.

Хайпăла

яз. имя мужч. N. Хайпăла хăй юсман, хапхи тăрринче çур юсман, хăйне çиме пĕр юсман. Ib. Хайпăла хайăлнă, вăрман хĕррине тайăлнă. || Назв. дер. Нижнее Буяново (Шемуршинск. р.).

хайпăр

каждый. N. Тĕл пулнă çынна хайпĕрне çыхланать (привязывается в каждому). || Разный. Шор-к. Çавăнтан кайран чăх чĕпписем хайпĕр çĕрĕн саланса кайнă. N. Хай-пĕр çĕрте, в разных местах.

хайхи

(хаjҕи), тот, о котором говорилось, то, что уже известно, упомянутый, известный. Хăр. Паль. 1З. Пальля тĕлĕнсе ларнă, хайхи чăтаймасăр: Асатте, мĕн вăл санăн хайлатать? — тесе ыйтнă. Оп. ис. ч. II. Хĕреслĕ урамра пĕр арăм куртăм та, акай пуль тесе чарăнтăм. Акай тиекен хайхи Якку арăмĕ пулчĕ кайрĕ. Я увидеда на перекрестке женщину и остановилась, думая, что это золовка. Оказалось, что та, которую я сочла за золовку,— жена Якова. Етрух. Хайхи çын чипер çӳренĕ çĕртренех чирлесе ӳкет. А.-п. й. 10. Ăçта каятăр, мулкач тус? — ыйтать хайхи тилĕ. Ib. 26. Хайхи кашкăр тухать тарать, тет, пӳртрен. Изамб. Т. Хайхи! тесе кăçкăрса ячĕ Урттемей. (Ул унччен малтан темиçе çынна курăннă). Толст. Çавăнтах вĕсем каялла хăшăлтатса чупса та кĕчĕç: хайхи! хайхи! (он, он, т. е. Пугачев), теççĕ хăйсем. Сред. Юм. Эс хайхине асту вара. Ты припомни то, о чем ты знаешь (что-нибудь секретное). Ib. Анне, хайхине пар-ха. Мама, дай-ка мне того (известное). СТИК. Кус-ха, хайхи патне чупса кайса кил. Поди-ка, сходи к нему (к известному говорящим человеку). М. Карач. Хайхине чăнах та тăхăр çула çитсессĕн, мана атте хут вĕренме пачĕ. Регули 931. Хайхи чохне эпĕр мĕн кортăмăр, каласа кăтарт-ха. Альш. Елшелсем юратрĕç хайхи мана. Полюбили это меня альшеевцы. ЧС. Эпĕ нимĕн калама пĕлместĕп, выртнăçемĕн йăвăрланатăп, хайхи эпĕ вырăн çинчен тăрайми пултăм. N. Акă хайхи кулăш çын. М. Шигач. Вĕсем вара кашкăра корнă та, кăçкăрма поçланă, кашкăр хайхи сикме поçланă. Ib. Вĕренсен-вĕренсен, манăн хайхи вĕренес килми полчĕ. N. Ак хайхи килчĕç, эпĕ пĕр чĕнмесĕр выртатăп. Изамб. Т. Ку арăмне хайхи Микуç пĕрре те пулăшмасть. Альш. Пĕр-пĕрин калаçнине, пĕр-пĕрин тумне вĕренетпĕр хайхи пурăна-киле. || Употребляется для замены нецензурных слов, а также для замены всем известных предметов, о которых речь была впереди. СТИК. Регули 712. Хайхи япалана кăтарт-ха. Ib. 932. Хайхине кăтарт-ха. СТИК. Хайхин патне (к тому, известному говорящим, человеку) станавуйсем килнĕ, тет. Альш. Инçех те мар уччилнирен пушар.— Пĕтрĕмĕр, çунатпăр хайхи, тетĕп эпĕ. N. Ак хайхи! СТИК. Унта-кунта пытăмăр, çавăнта карăмăр... Хайхи каç та пулса карĕ. Ачач 104. И-и, пĕлтĕм хайхи: страшниксем тытасран урăхла тумланнă пулмалла. ТХКА 51. Киле епле таврăнмаллине те пĕлместпĕр хайхи. Лашасем те çук; хамăр та çĕрле, тĕттĕм çĕрте, сĕм вăрманта аташнă, çӳретпĕр, ниçта туха пĕлместпĕр. || Каков, а! КС.

хавал

настроение. Альш. Мĕн хавалпа килтĕн эсĕ унтан? С каким настроением воротился ты оттуда? Ib. Йепле хавалпа çӳретĕн-ха ку чухне? В каком настроении? || Повадка, дух, обычай. Альш. Ял хавалĕпе тăваççĕ (по своим местным обычаям). Ib. Хĕр-сăрине çӳреме ял хавалĕпе, тет. Ст. Чек. Мĕн тăвас тен? Ял хавалĕ. Что по-делаешь, такова повадка в деревне. Шел. II. 57. Вăрман çывăх пулмин те, вăл таврари ялсем начар мар: те чукун çул таврашĕнчерен, те ял хавалĕпе. N. Сирĕн карташĕнче мăклă вите пур, унăн ăшĕнче пĕр вăкăр пур, уна çитернĕ ултă çул, ултă çул мар вуникĕ çул, вуник çулччен ăна пусма çӳренĕ, тыттарман, пустарман, халĕ туй хавалĕпе тытнă, пуснă, пĕçернĕ, хуçнă, сĕтел çине хунă, çурхахĕпе витнĕ. N. Çук ĕнтĕ, вĕсенĕн хавалне нихăçан та мухтамалăх çук. || Радость(?). Пазух. † Эпир вăйя тухсассăн, ваттисем те тухрĕçĕ. Ваттисенĕн мĕн ĕç пур, çамрăксене мĕн хавал. || В соединении со словом чун = душевный подьем. Карм. Вăрăмтуна чун хавалĕпе каларĕ, тет: Тискер-кайăк арăслана çĕнтертĕм, халĕ çак ăçтиçук имшер ерешментен пĕтетĕп, терĕ, тет. N. Пĕтĕм чун хавалĕпе вăл савăт-сапине кӳрнеклĕ пĕтересшĕн тăрăшать, мĕн пур шухăшĕ унăн савăт кăмакине тасарах тытасси çинче. N. Вăл чун хавалĕпе: Ачам, эсĕ сыввине пĕлтĕм ĕнтĕ, хăна та куртăм! — тенĕ. СПВВ. ПВ. Хавал, халал, халалас, халаллă пултăр, не то же ли, что хапăл? СПВВ. Ватта хывмана хавал тухман, тет. (Послов.).

хавас

радость, удовольствие. N. Кăмăлне хуçас мар, хавасне сӳрес мар, мĕн пулни çинчен пĕр сăмах та калас мар. || Охота, желание. Юрк. Хавасă пулсан, ӳлмĕрен те çырса яма тăрăш. Капк. Хăшĕн калушсем те ӳксе çухалаççĕ, анчах кашкăр тытас хаваспа калушсем те шел мар. Чт. по пчел. № 17. Калăпăр: санăн хурт усрама хавасу та пур. N. Атте-анне пире юнран та ӳт хавасĕнчен çуратнă. || Рацостный, веселый. Ст. Письм. Вăл вăхăтри пек хавас вăхăт çулталăкра та пĕреççех килет. V.S. Хавас çын — веселый. Ашшĕ-амăшне. Ăçта килчĕ унта унăн уçă хавас сасси кăна илтĕнсе çӳренĕ. N. Хăй Аксенов сарă, кăтăра, илемлĕ, пит хавас, юрра ăста çын пулнă. Изамб. Т. Хавас сăвă, веселая песня(?). N. Пире праçник хавас пулмарĕ. С. Дув. † Ай-хай хавас хĕр-сăри, çулне иккĕ пулинччĕ. Бугульм. † Туя каяс — мĕн хавас, тулта тăрас — мĕн хурлăх (неприятно). Ст. Чек. Туя кайма мĕн хавас (та), лаши ывăнсан мĕн намăс Янш.-Норв. † Ай-хай хавас хĕр-сăри, çуллĕн çулах пулмĕ-ши? || Любящий что-либо. Сред. Юм. Он пеккине пит хавас ô. Ib. Эсĕ шыва кĕме пит хавас. || Восторженно, весело, радостно, с охотой, с радостью. Ст. Чек. Мана вăл хавас кĕтсе илчĕ (с радостью). Изамб. Т. Кăçал тырă аван, вырма хавас (радостно). Чăв. й. пур. 18°. Çапах та чăвашсем ачисене пит хавасах вĕрентместчĕç. Баран. 87. Лашисем хавас чупса пыраççĕ. || Рад. ПТТ. Çав сĕреншĕн пуринчен ытла çамрăк ачасем пит хавас (рады) Сред. Юм. Киле кайса ашшĕ-амăшне кôрма кирек кам та хавас-çке çавна. А.-п. й. 44. Кашкăр куншăн та тем пекех хавăс. А волк рад и этому. N. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене хавас ĕнтĕ. Ал. цв. 19. Хуçа хĕрĕ хăй те ăна хавас: вăл ăна хăй мĕн-мĕн курни-илтни çинчен кала-кала парать. N. Хăй патне аслă çынсем пырсан та, чухăн çынсем пырсан та, пурне те пĕр пекех хавасчĕ. Алик. † Ай аки, сар аки, сап-сар куккăль туса тух, кама хавас — уна пар. Нюш-к. Юрра хавас, охотник до песен. Хорачка. Çынтан илесшĕн хавас, парасшăн хавас мар. N. Чавса кăларас пулсан, ăна вĕсем мулран хавас чавса кăларĕччĕç.

хавшат

понуд. ф. от гл. хавша. N. Ман чĕрене пысăк хуйхă хавшатрĕ. Зап. ВНО. Хавшатрĕ, ослабило силы (при болезни). Капк. Ытти шăлĕсене çапа-çапа хавшатнă, питне-куçне шыçăнтарса янă. N. Ака-туй ярас уммĕн лашана пăртак çӳретсе хавшатас пулат. || Испугать, испугаться. Н. Карм. Ăна çапла каласа хавшатар-ха (напугаем-ка). || Торопить. Байгул. Упăшкине хăй: Юнлă суратăп, чĕрлейместĕп, вилетĕп, больницана кай часрах,— тесе хавшатать. Толст. Жилин ăна пĕрмаях хистесе хавшатса пынă, хăй пĕр чарăнмасăр малалла утнă.

хавшак

(хавжак), слабый, дряблый, хрупкий. || Мягкий, слабый (о сердце). N. Хавшак чĕреллĕ этем , мягкосердечный. ТХКА 64. Карчăкăм çапла утса çӳренипе ман хавшак чĕрем ăвăс çулçи пек лăстăртатса силленет вара. N. Хавшак чĕреллĕ, нерасторопный, слабый. Н. Карм. Час макăракан çынна хавшак чĕреллĕ (çемçе кăмăллă) теççĕ. || Слишком торопливый, торопыга (беспокоится часто во вред себе). Чуратч. Ц. Старак. Хавшак ача, быстрый, скорый. Яник. Хавшак çын, торопливый человек. СПВВ. ИФ. Хавшак çын; пĕр-пĕр нуша пулсассăн, пит хыпса çунать, е пĕр-пĕр ĕç тумалла пулсан, вăл ĕçе туса пĕтереймесĕр ăшĕ выртмас, ялан куйланат. N. Хавшак, харсăр та чĕреллĕ (старательный; выходит из себя, если отстанет от людей). Сред. Юм. Хавшак çын тесе, ĕç тумалли полсан, ĕçне тăвасшĕн хыпаланакан çынна, хуйăх полсан пит куйланакан çынна калаççĕ, Ib. Хавшак çын, называют такого человека, который никак не может доделать порученное ему дело. Зап. ВНО. Хавшак çын, торопливый человек (б. Цивильск. у.). || Торопливый и боязливый (заячья натура). КС. || Робкий. Слакбаш. Тюрл. Хавшак çын, робкий. Изамб. Т. Хавшак çын, трусливый. Ск. и пред. чув. 20. Шурут çырми варринче шăмăсем çеç курăнаççĕ, хавшак çынсен чунсене хăратса çеç выртаççĕ. || Радушныйç(?). КС.

хак

цена, стоимость, ценность. Начерт. 180. Хак, цена. N. Кулак тырă кивçен парсассăн та, икĕ хака хурса панă. N. Сĕлĕ мĕн хакра çӳрет? N. Тырă хакĕ мĕн хаке (!) çӳретĕ? Завражн. Çавна тусан тин вара пор тавар та, пор çĕрте те тин пĕр хак полĕ. N. Вăл мана çĕр тенкĕ хакне пулчĕ. N. Вĕсен мĕн пур япаласем икшер хак. N. Ăсем хунинчен виç рас ытла хак парса илтĕм. N. Çăмарта мĕн хакпа илеççĕ? N. Тырă хакĕ хаклă мар. Кан. Хаксем çакăн пек тăчĕç. N. Çав тĕрлĕ тарпа тупнă япалаçене çур хакпах тенĕ пек салататăр. Б. Олг. Эп пыртăм пăрçа çăнăх патне, хакĕ пĕр хаках пăрçа çăнăхпа яшкалăх çăнăх. || Б. Олг. Что ыраш çăнăх паян мĕн хак туат-ха? — Тен, илтмен эп, пĕлместĕп-ха эп, çăнăх орамне эп çарăнман-ха. Юрк. Кăсем те хăйсенĕн хакĕсене каласа параççĕ, килĕшеççĕ мĕн тăваççĕ. N. Шанчăклă тусăн хакĕ çук. N. Кун пек лаша пирĕн алла кĕрейĕ-ши çак хака? Чăв. й. пур. 12. Арманĕ хакĕ ултçĕр тенкĕ пулнă. Альш. Епле пулсан та çур хакалла мĕне килет, тет. N. Хакне хак парса. N. Хакне хума çук, пит паха чул. Изамб. Т. Хакне ӳстер, прибавь цену. Капк. Хайхисем хак татаççĕ (определяют цену) те, тухаççĕ Шупашкара кайма. Якейк. Телянккă илнĕ чох пилĕкçĕр тенке çитиччен хак хăпартса карĕç. Ib. Эпĕр хак хăпартса илтĕмĕр. Мы дали дороже и оставили за собой. Сред. Юм. Хак тунă. Цену положили (определенную). || Должная цена. Аттик. Хакне хак тени — хаклă тăк хаклă тени пулать. СЧЧ. Тата пĕр çыннăн ĕнине хакне хак парса сутăн илеççĕ те, пусмашткăн (?) чӳклеме аста пĕлекен çынна параççĕ. (Çăмăр учукĕ). N. Хакне кайĕ. Альш. Хак килĕш, уславливаться о цене. КС. Нимпа та хакне çитермеççĕ (не дают должной цены). N. Пичу хак турĕ (сказал цену), а эсир тата хак тăватăр. N. Çурма хакпа сутас, ик-виç хак парса илес (за тройную цену). С. Тим. † Хĕр пултăр та, пур пултăр, пурçын кĕпи тăхăнтăр. Пурçын кĕпи укçа хак, пирĕн вăйă тĕнче хак. N. Укçа хакне тăракан. N. Хăй хакĕпе, по себестоимости. N. Вăл пиçиххи унăн икĕ ылтăн хакне тăнă (стоил). Капк. Ун чухне тăвар пăчĕ çирĕм пăт ыраш хакне çитрĕ вĕт. Шел. II. 56. Пĕтĕм хули хакне ӳкнĕ. N. Вĕсене асаплантарнисем çинчен пĕтĕмпех çырсан, хут та çитес çук. Ылтăн витнĕ çурт хакнех çитсе ларĕ. Арзад 1908, 52. Хак кăлар, наверстывать стоимость. Баран. 42. Вара тин (только тогда) асапланса улăхнийĕн (подьёма на гору) хакĕ тухнине сисĕр. N. Атя ĕнтĕ, илсе кай пире. Тăрăшнă хакне тавăрăпăр. К.-Кушки. Эпĕ вăл сурăха чăхă хакĕпе илтĕм. Я купил ту овцу по цене курицы. || Не переводится. Изамб. Т. Ку çыхă пушăт мĕн хак тăрат? Что стоит эта связка лыка? Яргуньк. Мĕн хак пĕр улми? Баран. 160. Çак сурăхсен çăмĕ çеп-çемçе, тем тĕрлĕ хака çӳрет. N. Мĕн хака сотрăн? Хурамал. Какай мĕн хак? Почем мясо? ЧП. Аршăнĕ мĕн хак? — терĕм. Ib. Пĕр чуп тăвасси тĕнче хак. Якейк. Эсĕ мĕн хакпа илесшĕн? Ты сколько хочешь дать? Пазух. † Хăмачă мĕн хак? терĕм те,— сакăрвуннă, теейрĕ. Орау. Юсанă хакне тăмаст. Не стоит починки. N. Çирĕм пакша хакне (тĕшне) тăрать. Стоит 20 белок. || Плата. Изамб. Т. Ик хак тӳлесе (двойную плату). Рак. Илĕр, хĕрсем, панулми, хакне хамăр тулĕпĕр. Бес. чув. 6. Лашине вăл пысăк хак парса илмен пулсан та, ун телейне лайăх лаша пулнă. || Плата за работу. Б. Олг. Каран хуа арлат, арласа çитеримест, çынна парат арлама; кĕренкки арлама вонçичĕ пус, хакне тӳлет ĕçленĕшĕн. N. Вырма мĕн хак? Юрк. Улпут мана Пăва уесне ярат, хакне З60 тенкĕ çулталăкне турĕ. || Прибыль. Баран. 24. Пĕр çын пĕкĕсем авса, вĕсене хака сутса пурăннă. || Престиж, авторитет. N. Çапла вара хăй хакне çын умĕнче те çухатать. N. Вĕсене пурне те килнĕ вилĕм хакран кăларчĕ. N. Тарăс-тарăс Татьене, укçа парсан Укçине; упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук! Халăх çинчи хак! Сунчел. Халăк çинче хак! (Кулаççĕ). || Дорогой, ценный. ЙФН. † Хусан лаши — хак лаши, хак лашаран хăрамарăм, вăрă-хурахран хăрарăм.

хал

(хал), сила, мощь, крепость. Дик. леб 39. Пирĕнпе пĕрле вĕçсе пыма санăн хăвăн халу çитĕ-ши? Сред. Юм. Мунчара ларса чысти халран карăм (выбился из сил). Ib. Мунчара хал пĕтет. В бане теряется сила. Якейк. Ман тем хал çок пак (мочи нет). Что-то мне нездоровится. N. Хал çитес çук. Сил не хватит. N. Вăл халпа ăçта унта тырă вырма каймалла. Сунч. Çичĕ ютран сăмах илтсессĕн, ура çине тăма хал çук. N. Ку асапа тӳсесси мана пит хĕн пулĕ, ăна тӳсме манăн халăм та çитес çук. СТИК. Ытла ывăнса çитсен: хал пĕтрĕ, теççĕ. Шел. 106. Ун чухне сан пек çăпаталлă çын кĕнеке çырма хал çитернĕ-ши? N. Халу пулмасан (если не можешь), ан яр. Альш. Микулайăн халĕ çук. Сборн. по мед. Унтан вара çын час вĕрилене пуçлать, халĕ каять, хăш чухне пуçĕ те ыратать. N. Ашшĕ ватăлса супнă халĕпе сĕтел умĕнче ĕçсе юрласа ларать. || Материальное средство, богатство. N. Сутăн илме халăм çук. Самар. Лешсем мĕн хал çитнĕ таран пуççапнăшăн куркисем çине укçа яраççĕ. Альш. † Çакă ялта савни çук, ют ялтан илмесен халăм çук. Ст. Шаймурз. † Манăн ялта савни çук, ют яла каймасан халăм çук. N. Хал çитерейместпĕр. Ст. Чек. Пама (укçа) хал çук-им? Ст. Ганьк. Вăйăр çитмест, халăр çитмест. Ст. Чек. Авалхи халпа пурăнат. || Состояние духа, настроение. Н. Карм. † Çыннăн халне, тăван, ай, çын пĕлмеç, вут пек çунат манăн чĕресем. || Дела. Трхбл. Халсем мĕнле? Как идут дела? Ст. Чек. Мĕн халпа килтĕн? По каким делам пришел? N. Килти хала пĕлместĕп. (Из письма). N. Килти хала пĕлсен, пĕре макăран, тепĕре савăнатăп. || Случай. Хĕн. хур. Пӳртре мĕн патне кăна пырса перĕн — пуринчен те варланмасăр хал пулман. || Событие. Шел. II. 40. Нумай халсем иртмесĕр çĕрĕн тавра çаврăнме. || Желание, намерение. Альш. Хам пулам-и юмăçи? — тесе калать, тет.— Халăнтан килсен пул, тесе калат, тет старикки. N. Калаçас халăм та пĕтрĕ. СТИК. Вăл мана ӳкерес халпа хытланат та-ха... Он подкапывается под меня. (Он действует мыслью как-нибудь уронить меня). Юрк. Хăвала пуçласан, ирĕксĕр юлма хал çук, тухатăн та утатăн. || Возможность. N. Ăна тӳлемесĕр границаран пĕр тавар та иртерме хал çук. N. Çавăн пек калаçакан çынсенĕн сăмахĕсене калаçнă чухне уйрăм итлесе тăранма хал çук. || Встречается в сложении: вăй-хал, ăс-хал. Вишн. 59. Вĕсен, ĕçлеме тытăнсан, вăй-хал кайса вăй пĕтет. Собр. Çынна ăсне-халне (ума и силы. КС.) пĕлмесĕр, ан хурла, теççĕ. (Послов.).

хала яр

утомить. Баран. 7. Пĕр сасăллă шăнкăрав хала ярать сассипе.

халсăр

слабый, бессильный. СПВВ. N. Халсăр — вăйсăр тени пулат. N. Пĕр эпĕ анчах, халсăрскер, чирлетĕп. ||Больной, нездоровый. Регули 275. Вăл халсăртан (сывмартан) килмерĕ. Могонин. Мана халсăртан чĕрт.

халавла

пожелать, обещать. N. Салтаклăк халавлама ошмас ман. Качал. Çакăнта пĕр çуртра пĕр хĕр пур та, çавăнтан хăтар пире, вăл патша хĕр усала халавланă.

халал

доброе пожелание, благословение. Юрк. † Атте-анне халалĕ пин сумлăх. Бел. гора. † Ултă уçмине панă улми сире халал пултăр-и; çинçе пӳлĕ сарă хĕре пире халал тусамăр. Н. Лебеж. † Сакăр çĕвĕллĕ кĕпем, ай, саккăрччĕ, çакăна-тăра юлчĕ кашта çине, халал пултăр аслă инкене. ЙФН. † Турта тулли виç лаша, сире халал пултăр-и. Н. Лебеж. † Ан йĕр, хĕрĕм, виçĕ карта сурăхăмран пĕр карти халал. Ib. Атте чунăм халалĕ тата виççĕр сум, анне чунăм халалĕ тата виççĕр сум. СПВВ. ПВ. Халал, халав, хавал, хаван, благословение. Н. Лебеж. Халалăрах парăрсам. Слакбаш. Вăл сана халал ан пултăр, харам пултăр (говорит человек, у которого отнял другой судом вещь). || Собственный. Хурамал. Эпир ĕçнисем, эпир çинисем çак хуçасен халал (собственные) вăйĕсем. || Собственность. Собр. Ачам (доченька), сана мĕн парам-ши? Виç ял çинчи сарă каччă сана халал, ай, пултăр-и (пусть будет твоей собственностью).

халала

халалла, делать подарок, дарить, завещать. Ала 10°. Ватă хуçа чул лапкана ун ăшĕнчи таварĕ-мĕнĕпех çамрăк хуçана халаланă. Якейк. Вилнĕ чух ати мана пĕр лаша анчах халаласа хăварчĕ (завещал). Ib. Хĕр ашшĕ килĕнчен тохса кайнă чох ашшĕ ăна ĕне, лаша тата орăх япала та халалать (дарит). N. Пурăнас кунçул пĕтсе килсессĕн, вилес вилĕмӳ çитсессĕн, пурлăхна халалласа хăвар вара. Сам. 55. Хĕрӳ хĕвел — ыр пехил çĕре савса халаллать (ырă сунса парать). Панклеи. Макара халаласа парчĕç çĕре. N. Хăна халалланă сăмаха ăшăнта тыт та, киревсĕрлĕхрен сыхланса тăр. || Дать обещание, обещать. Яжутк. Пĕрре атте тавар тиама (за товаром) кайрĕ те, прохота темскер чарнă та, мана çанта халаланă (обещал меня отдать) та, халĕ ĕнтĕ çанта каятăп. Хорачка. Вăл мана çав çынна халаларĕ (обещал, назначил). Бгтр. Ху пĕлменнине халалла мана. || Пожелать. Шемшер. † Йĕри-тавра йыснасем хаяр сонсах ан ярăр, ырă кон-çольне халалăр. (Плач невесты). N. Анчах пĕр-ик куркаранах çитет тесе тав тăвать, халалласа Петĕре куркине вăл тавăрать.

халаллă

должно, следует. СПВВ. Туй халăхĕ хăюллă, аслатирен хăрас çук; çумăр çĕре халаллă, туй халăхне сиен çук. Шумш. Виçĕ карта ĕнем пор, пĕр картийĕ сана халаллă. N. Пĕр кĕлечĕ сана халаллă. Абаш. † Манăн поçа хăварсамăр (не губите), поçри хошпу халаллă (я отдаю вам). N. Ну, ĕнтĕ пирĕнтен çамрăккисене халаллă терĕç (старики, спев несколько куплетов песни застольной). ||Бгтр. Халаллă полтăр эппин. Ответ на: ху пĕлменнине халалла мана. Орау. Вăрманти шур така халаллă пултăр. Вылятса пуççапакана, е пĕри çĕре такăнса ӳкни пуççапнă пек пулсан, çапла калаççĕ.

халап

сказка. См. халлап. Ст. Шаймурз. Çĕнĕ çын калать: вăл халап пулат-и, тет, акă сире халлап каласа па-рам, тет. || Рассказ. Икково. Йомах яр та, халап çыр; кил-ха сана пĕр халап калам. Ала 97°. Халапăн вĕçĕ (так написано в конце рассказа. || Речь, разговор, беседа. Абыз. N. Вĕрентекенсем, халăх нумайланнине курсан, хăюлăланса çитсе татах халапсем каланă. N. Халап вĕçтерсе калаçакансем. Ала 90°. Эй тăвансем, хайпăр хăй ачи-пăчине пурте хĕрхенеççĕ, халапра пур, курак калать тет: курак-курак, хура та пулин чĕппĕм хамăнах, тет, теççĕ. Кан. Халапа кĕрсе карăмăр. Мы вступили в разговор. Шарбаш. Калаçсан халап, кассан турпас. (Послов.). Шорк. Халаппи шолтра. Говорят про человека, который говорит громко, не стесняется в выражениях, грубовато, но в то же время все это выходит как-то просто. N. Халап попле, разговаривать (с кем). Кильд. Пĕр-пĕрин халапне килĕштерсе, пĕр-пĕрне юратса пурăнас пулать. || Предложение. N. Пĕр ик-виç-тăват кунтан халапсенчен сăмахсам уйăрса, халапра миçе сăмахне, сăмахра миçе уйрăм сасне пĕлтересшĕн. || Новости. N. Улах халапсене çырса яр, Малишке! N. Ву каласа кăтартрĕ килти халапа пĕтĕмпех. || Слово. ГФФ. † Хоньăм патне килсессĕн поплемессерен ăш халап. Когда приезжаешь к тестю — что ни речь, то приятное слово. || Иногда не переводится. N. Сан мĕн халап пор, хăта? Что скажешь, сват?

халапла

разговаривать, беседовать. Сред. Юм. Тогаево. Хăшĕ пĕр-пĕринпе халапласа, чĕлĕм тортса лараççĕ. Ачач 66. Акă вĕсем хăйсен вăхăтĕнчи пурнăç çинчен халаплаиа тытăнчĕç. Ib. 100. Пĕрре пӳртре нумайăн халапласа ларчĕç. N. † Ялти ачана тос турăм ĕмĕрлĕхе халаплама мар, наччаслăха халаплама (песня искажена).

халĕ

(хал’э̆), теперь, сейчас, нынче, в настоящее время. См. халех. Орау. Халĕ ăрамра типĕ. Сейчас на улицах сухо. Сунч. Хĕвелпе пиçнĕ чие пек, халĕ татса çиес çырла пек (девушка). Вишн. Халĕ мĕн калани чăнах. || Вот-вот. N. Халĕ килсе ӳкет, тесе ларатпăр. N. Вара халĕ пĕр виçĕ кон полчĕ ояр кон. СТИК. Ку капан халĕ-вара ишĕлсе анас пек ларат (вот-вот развалится). Ib. Халĕ килĕ, вара килĕ тесе кĕтсе ларап, çук. || Употребляется в качестве вставного замечания. См. ха. Оп. ис. ч. II. Ачасем çăкăршăн пулĕ халĕ. Дети, небось, хотят хлеба. Тайба. Кĕрепенки мĕн хак-ши, пур-тăр халĕ аллă пус (возможно стоит копеек пятьдесят). Чăв.-к. Çаврăнат пăхат сар ача, мана килет тиейсе, пымăп халĕ эпĕ сана (не пойду я за тебя замуж). N. † Леш аяккинче ешĕл курăк, курăп халĕ утăра (вашу лошадь) янине. Тим. Хура вăрмансенче юр тарăн, иштерĕпĕр халĕ утпалан. Тăван, эпир кунтан уйăрăлсан, хыпар пĕлĕпĕр халĕ хутпалан. Пазух. † Савнă туссем кайса, ай, пĕтеççĕ, ӳсекенсем тата пур халĕ. N. Кашкăр хăй тирне шелле пуçлать, анчах тарĕччĕ, хӳри вакăра (в проруби) шăнса кайнă та халĕ, тытса тăрать. Юрк. Нумай пулат-и халĕ, эпĕ сирĕн патра çĕр тенкĕ ятăм? Янтик. Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çул çитиччен. || Соответствует русской частице ка. См. ха. Оп. ис. ч. II. Кус, кайса пăх-халĕ. Ступай-ка, посмотри. Юрк. Атте, пăх-халĕ, чыкан епле ташла пуçларĕ. Ib. Лашасене кӳл-халĕ. Ib. Кала-халĕ.

халĕ ĕнтĕ

теперь. N. Халĕ ĕнтĕ эрех ĕçмелли пĕр кун анчах юлчĕ, ырантан малашне никама та эреке ĕçме юрамасть, тенĕ. || Пока. А.-п. й. 99. Халĕ ĕнтĕ сывă пул!

халĕрех

очень недавно, в ближайший отрезок времени. N. Вăл халĕрех кăна кĕчĕ-ха. Байгл. Камăн та пулсан халĕрех вилнĕ çын пулсан, вĕсем сĕтел хушшине пĕр çын лармалăх вырăн хăвараççĕ. Бес. чув. 10. Микулай килте пулнă; вăл халĕрех кăна вĕрентекен патĕнчен таврăннă иккен. N. Эсĕ вĕсене халĕрех пырса чармасан, вĕсем ĕлĕкхинчен те ытларах сиен туса пĕтерĕç.

халĕтерех

недавно. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 11. Халĕтерех пĕр вырăнта, 20 уйăх хушшинче, 25 пин хир сысни вĕлернĕ.

халлапаç

(халлабйс’), говорун. КС. Халлапла, говорить, болтать. Бугурусл. Пурте вут йĕри-тавра ларчĕç те, халлапла пуçларĕç. Альш. Вырăссисем пурте чăвашра ӳснĕскерсем чăвашла халлаплаççĕ, тет, пĕр-пĕрин хушшинче.

халлĕн

употребляется в смысле послелога: в состоянии, в виде (чего). Пазух. † Леш кассенĕн хĕрĕсем вăтăр çула çитнĕ ĕнтĕ: хĕрĕх çула çитсессĕн, хĕр халлĕнех (в состояиии дев, т. е. старых дев) ларас тет. N. Эпир мĕнле халлĕн вилĕпĕр... (в каком состоянии умрем). СТИК. Ахутана карăм та, пĕр кайăка чĕрĕ халлĕнех илсе таврăнтăм (принес живым). N. Çĕнĕ халлĕнех, несмотря на то, что новая. N. Трофима чирлĕ халлĕнех эпĕ Милита хăвартăм. N. Сывă халлĕн тухса кайрăм. Сред. Юм. Пусывккана тырă ямасăр, мăян халлĕнех авăртрăмăр (без примеси зернового хлеба). N. Кĕнекене уçса хунă та, халь те уçнă халлĕнех тăрать (уçах выртать). Турх. Пĕр пуç халлĕн сарăхса кайрăн. Баран. 132. Хăш-хăш меттал: ылттăн, кĕмĕл, шур ылттăн çĕртен таса халлĕн тухать. Ib. 46. Ун пек чух çаран тăрăх ĕрĕхсе çӳреттĕм, чупса пынă халлĕн купа çине сиксе утă ăшне кĕрсех ӳкеттĕм, чикеленеттĕм, йăваланаттăм. Ib. 154. Çав халлĕн (в таком виде) тинĕс хĕрринчи хуласене сутма кăлараççĕ (вывозят на продажу). N. Вĕсем хальхи саманана епле халлĕн çитсе кĕнине пĕлтерсе тăрать. Альш. Леш юппи вăл çав тарăн халлĕнех (оставаясь таким же глубоким) каять юхса хĕвел тухăçнелле, Сĕвенелле.

халь

то же, что хал с прит. афф. З-го л. Бюрг. Тӳсме халь çук. Юрк. Пĕр сум тупма халь çук.

халь

(хал’), то же, что халĕ, теперь, сейчас. Ачач 84. Куç хупанкисем ак халь хупăнаççĕ, ак халь уçăлаççĕ, халь хупăнаççĕ, халь çĕнĕрен уçăлаççĕ... А.-п. й. 99. Халь ман киле каймалла. Б.-Крышки. Халь, пока, теперь. Регули 547. Халь мана хаман, çӳреме полтаратăп. || N. Эсĕ сар шерепи яни-ха? — Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. || Вот-вот... Хайхи тулă ани çинче тытнă кăвак лаша халь утланса каймалла килсе тăчĕ, тет. || Быстро, скоро. Пазух. † Халь килĕпĕр, тăвансем, халь кайăпăр, тек-тек килет тесе ан калăр. || Употребляется в смысле частицы. Охотников. Каятпăр-халь. Едем вот (неопределенный ответ спрашивающему: куда едете?). Хурамал. И кайĕçин кайĕç-халь, кайĕç-халь. || Соответствует русской частице ка. Регули 511. Тив-халь (тив-ха) эс мана, эп аттиа каламăп-и. || Слушай-ка, смотри-ка. В. Олг. Ай-ай çĕçĕ мока, пăсса пăрахат полла, халь! || Употребляется в качестве песенной вставки. Пазух. † Чӳрече умĕнче, ай, лăс хурăн, çил силлемесĕрех те хăй силленет, çил силлесен пушшех те халь силленет. Ай-хай пĕр пуçăмçăм та, ай, çамрăк пуç, çын хурламасăрах та хăй хурланать, çын хурласан пушшех те халь хурланать. Ib. † Кăвак кăвакарчăнăн, ай, çурчĕ çук, çын пек пулас тесен халь телей çук. Н. Седяк. † Хура пекĕ хура çăрха, халь уткăнма тăрать эпĕ ларнăран; пĕчĕкçеççĕ пуçăр, хура куçăр, халь шывланма тăрать эп кайсан.

хаман

то же, что ялан, всегда, постоянно, беспрерывно, все время. Хурамал. Пĕр çын вылят, тепри вылямаст. Выляманни калат: çитĕ ĕнтĕ, ан выля, хаман вылян, чарăнмастăн, тет. Бугульм. Хаман (аман) = ялан, всегда, постоянно. Базл. Хаман шырать, хаман шырать, все ищет.

хап

рогожа. СПВВ. Çунана хап çапнă. Чăв. й. пур. 37. Пĕр аяккине кăмака пек туса, çавăнта чиксе хаппа чĕркесе хур, тенĕ. Баран. 120. Мунчалинчен хапсем, мунчала хутаçсем (кули) тĕртсе тăваççĕ. Альш. Кус часрах, хап исе кил, хапласа (окутав рогожей) шыва ярăпăр. || Куль. Изамб. Т. Хăмла хапĕ. Чăв. й. пур. 37. Унтан вара вĕсем ачана хап ăшĕнчен кăларнă.

хар

(хар), подр. рычанию. N. Анаткас урамне кĕрсенех пире тăват-пилĕк йытă хар çыпăçрĕç. N. Эх, май çук. Хал çук. Вăй пулсан халех эпĕ сире хар хыпса туртса çурăттăм, тет вăл, çиллине шăнараймасăр. || Подр. фырканью лошади. ЧП. Хура лашам хар турĕ. || В один голос, враз, неожиданно. Сунт. Ăна хирĕç темиçе сасă хар ярса илчĕç. СПВВ. Харах илнĕ, все в один голос (при ругани, брани). Сред. Юм. Эп пырса кĕрсенех, мана пôрте харах ярса илчĕç. N. Пĕри пухура кăшкăрсан, ыттисем уншăн хар тăраççĕ. КС. Харах сиксе ӳккĕрĕ. Набросился с руганью, стал пробирать, так и накинулся. N. Унччен те пулмарĕ, курăк ăшĕнчен пĕр хĕрлĕ йытă сикрĕ тухрĕ те, харах илчĕ мана. Буинск. Ларчĕ, ларчĕ, эпĕ пĕр сиккеленмесĕр тăратăп, сиккеленсенех йытă харах илет. || N. † Калпакне пăхса хар пулса, килейĕччин савнă тус пулса. || Согласие. Ст. Чек. Миккуль арăмĕ хар килчĕ.

харлаттар

понуд. ф. от харлат. N. Иван салтак кăмака çинче харлаттарса çывăрнă. Сред. Юм. Эп ахаль çыврап тесе каларĕ тесе, кĕрсе пăхап — о чăнах та харлаттарсах çыврат. Ib. Кăш çынсем çывăрнă чохне харр! харр! тутарса çывраççĕ, çавсене чыстиех çывăрса кайсан, харлаттарса çыврат, теççĕ. Б. Яуши. Йытăсем те çывăраççĕ, тет, çынсем те, пур чĕрĕ чун та харлаттарса çывăраççĕ, тет. А.-п. й. 18. Пĕр каçхине, упа харлаттарса ăйха туртнă чух, шăтăкран шăвăнса тухса тарчĕ те, этеме шырама пуçларĕ.

харам

бесполезный, напрасный. N. Ватă çын халавĕ харам çĕрте выртман, теççĕ. (Послов.). || Бесполезно, напрасно, зря. О сохр. здор. 52. Апла лайăх тăрантармасăр усрасан, вĕсем сĕт памаççĕ те, вĕсене усрани те харамах пулать. СПВВ. Харам пулчĕ. Шурăм-п. Манăн малтан апат çитерĕ кукаçей тенĕ шухăш харамах пулнă мĕн. N. Вĕсем вĕрентни харамах пулнă. Чăв. й. пур. 31. Сире тăрантарни те харам, сирĕншĕн çăкăр ахаль сая каят, тенĕ. Тюрл. Харам татса сая янă ку корăксене. Ib. Харам сана тăрантатăп. СПВВ. АС. Харам, харамса = ахаль кайрĕ. ТХКА. Тăкак пулмасть, асап сахал, пилĕк-çурăм аманмасть, вăхăт харам иртмест. || Легко достающийся. N. Анчах эсир харам укçана, эпир тар юхтарса тупнă укçана пĕтеретĕр. || Легкий, легко переносимый. Чăвашсем. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе тухса каяççĕ вара (после похорон). N. Йăвăр хуйху харам пултăр. || Дармоед. N. Сана, харама, çитеретĕп. Альш. Начар ача çăкăрăн харамĕ. || Вместительный. СТИК. Мĕн харам та... ăçтан парса çитерен! Такую махину разве накормишь. Ib. Çав харама тултарма пĕр капан кайĕ-ха (о большом животе). || Добыча. N. Пăхăрăçă шелех мар, анчах шăрçа ярăмĕ парне кӳрес тенĕ чух пулчĕ вăрă харамĕ. || Ст. Чек. Харам сиксе тухнă. У него появилась шишка (у мироеда).

харама кай

пропадать даром; не итти на пользу. Сред. Юм. Он панче ĕçлесе порăнни так харама кайрĕ, иçмаса апатне те пôлса тăраначчин çитермес. СПВВ. ТМ. Çын пĕр-пĕр ĕç ĕçленĕ чухне ĕçĕ пăсăлсан: эх, ку ĕç харама кайрĕ, теççĕ. СПВВ. Ĕçлени харама кайрĕ. Календ. 1911. Ялан вĕренме тăрăшар, вĕренни харама каймĕ. N. Ман пурте пур, калах толькĕ апла харама кайма тумастăм. Хурамал. Манăн укçа харама кайтăр, усса (в пользу) ан юратăр, теççĕ. N. Унтан вара пӳртрисем вăсана хирĕç тухаççĕ те: ĕçĕр харама кайтăр, теççĕ. (Похороны). СПВВ. ЕС. Харам — ахаль, сая кайни. Вăл сăмаха вилнĕ çын патне ĕçлеме кайсан, ыттисем: ĕçĕр харама кайтăр, теççĕ. СПВВ. ГЕ. Акă пĕр çын тепĕр çынна кивçен укçа парать, укçа илекенни кайран тунать те, параканни вара: харама кайтăр-и, унпалах пуяймĕ-ха, тет. Ст. Чек. Усса ан пытăр, харама кайтăр. N. Таврăнакансем пӳртрен тухнă чухне пурте: хуйхăр харама кайтăр, тесе тухса каяççĕ. Мыслец. Харама кайтăр. Провались в трисподню (бранное слово).

харама хăвар

оставить зря. N. Ырă курас кунна сая ан яр, шухăшланă ырă шухăшăнтан пĕр чĕрĕмне те харама ан хăвар.

харамса

(харамза), дармоед. СПВВ. ФИ. Харамса — усăсăр; ĕç хушса итлемесен: эй, харамса, теççĕ. СПВВ. ТМ. Харамса — наян, ĕçлеме ӳркенекен çын. У цив. кряшен: арăмсă тамак — дармоед. Рак. Тăваттăн тӳп-тӳп, пĕри харамса. (Лаша урисемпе хӳри). Н. Карм.Тăваттăн тӳп-тӳп, пĕр харамса. (Лаша). Ст. Чек. Харамса, çăккăр харамси, дармоед. Ib. Харамса, çисе кăна выртатăн, ĕçу çук.

харăс

(хары̆с), одновременно, сразу, дружно, совместно. Б. Олг. Ан çапса орпа хăйăрланă (тасатнă) чох харăс çапаччĕ. Ст. Чек. Харăс, двое или многие делают что-нибудь вместе, вдруг. ЧС. Пурте çыхса пĕтерсен (прутья), харăс тăрса хай хулла пĕрер мăшăршар ывăтса яраççĕ. (Сĕрен). ÇМ. Ирĕклĕ кунçул тумашкăн тăрăр пурте харăс! N. Харăс-харăс пер. Стрелять залпами. Яргуньк. Патши, майри, хĕрĕ пĕрле ларса харăс çирĕç (вместе в одно время ели), тет. N. † Ик кас хĕрĕ пĕр пулса, вăйă калаççĕ пĕр харăс. Альш. † Вуник куккук пĕр карăш авăтаç-çке пĕр харăс. Юрк. Сирĕн урам — тăвăр урам, икĕ урапа харăс утаççĕ. Лашм. † Вуникĕ çăка пĕр тĕпрен, тавай харăс тăрса касар-и. Салаг. † Атьăр харăс хывса ĕçер-и, пĕр тăвансĕм ĕçеççĕ темĕç-ши? Сиктер. † Атьăр харăс хывса юрлар-и, пĕр тăвансем юрлаççĕ темĕç-ши? || В ногу. Юрк. † Хĕçпе пăшал нимĕн те мар, йывăр харăс пусасси. || Рядом (?). ЧП. Икĕ кĕмĕл çĕрĕ харăс выртаççĕ.

харăслат

неупотр. гл., встреч. в дееприч. форме: харăслатса, враз. Самар. † Вуникĕ хурама пĕр тĕпре, тавай харăслатса касар-и. СПВВ. † Çак кас хĕрне тус турăм, харăслатса юрă юрласшăн. Буин. † Харăслатса юрă ай юрлама çумри юлташ матур пулинччĕ. Юрк. Виççĕн харăслатса ӳкрĕмĕр. Шел. 78. Ик енчен те юпасем харăслатса яраççĕ, пĕр-пĕринчен ăмăртса хире-хирĕç пыраççĕ.

харкаш

рычать друг на друга (о собаках). СПВВ. Ст. Чек. Н. Тим. Тĕкме виттĕр йăт харкашать. (Авăрлани). С. Тим. Хӳме витĕр йытă харкашат. (Сӳс авăрлани). Т. II. Загадки. Тĕкме виттĕр йытăсем харкашаççĕ. (Кĕнчеле авăрлани). Хорачка. Харкаш — икĕ йытă пĕр-пĕринпе толаччă. Б. Олг. Йытăсем толашаччĕ, харкашаччĕ (звук, когда грызутся). || Вздорить, ссориться, ругаться, спорить. Б. Олг. Мĕн харкашатăн (ссориться). СПВВ. ИФ. Харкашас — хирĕç пăхăнмасăр тавăрса калас. Юрк. Килте пурăннă чухне куллен хваттир майрипе йытă пек харкашатăп. Ст. Чек. Харкашас — вăрçас. Хорачка. Мĕн харкашас, харкашмалли çок (незачем спорить).

харкăш

то же, что харкаш. N. Вĕсен арăмĕсем пĕр-пĕрне кĕвĕçсе пĕр май вăрçса-харкăшса пурăннă.

харсăрлан

стать старательным, прилежным. || Противостоять, упорствовать. N. Пĕр-пĕр çын харсăрланса тăрать пулсан... || Стать дерзким. Якейк. Ят тохнă ачасем итла харсăрланса карĕç уш: каçпа ăрама тохма та хăрамалла, тесе калатчĕç ĕлĕк.

хартлат

хрюкать, фыркать. СТИК. Сысна хартлатать. КС. Сысна хартлатать, нăрăклатать. Ib. Сысна ами, çурине тытсан, хартлатать. Сред. Юм. Хартлат = харт-харт тăвать. Изамб. Т. Хартлатат, фыркает лошадь, испугавшись (а тăлхăрат, чихает как бы). Арçури. Хура лаша ан хартлат. ЙФН. Хура лаша хартлатать. Баран. 6. Çулпа пыран кӳлнĕ лаша шăрша сиссе (почуяв запах волчий) хартлатать. Бугурусл. Çул çинче сасартăках лашасем ман хартлата пуçларĕç. Изамб. Т. Лашасем курчĕç те, хартлатса пĕр çĕре пухăнса тăчĕç. || О гармонике. Г. А. Отрыван. † Вуник хутлă хут-купăс туртмассерен хартлатать.

хас

(хас), крик, которым гонят коров. Шашкар. Хас йăлăма! Ib. Хас вăрмана! Ib. Хас шу патне! (междом., которым гонят корову к воде). КС. Ĕнене хас! тесе хăвалаççĕ. Питушк. Хас! хас! хăвалаççĕ ĕнесене. N. Хас, айван! мĕн уçăм еннелле пăрăнатăн, ав сан валли улăх, тет вăл вара, пĕр-пĕр ĕне хӳрине суллантарса сĕлĕ пуссине пăрăнма пуçласан. Сĕт-к. Хас, таручча, хас! хас! (ĕнесене хăвалаççĕ).

хастар

(хастар), старательный, прилежный. Ст. Чек. Хастар = аван (аван вĕренет). Ib. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçе ĕçлеме вăл пит хастар. На пустяки он горазд. Ib. Хут вĕренме пит хастар (прилежен). Синьял. † Туя кайма тăрсассăн пирĕн пек хастар ачи çук. || Молодцеватый. Хастарлăх 38. Çамрăк чунсен хастар сасси. || Старательно, смело (?). Ир. Сывл. 12. Умри çулпала хастар утатăп. || Способность. И. С. Степ. Изамб. Т. N. Çĕр çинчи хăйăр пек пысăк ăс, ăн-пуç, хастар панă. N. Кирек кам та мĕнле хастар илнĕ, пĕр-пĕрне çавăнпа пулăшăр. || Сила, мощь. N. Хăшне чирсенчен сыватса хастар панă. || Туперккулульос 26. Çулла ача ӳтĕнче выляман, ĕçлемен, хастар курман вырăн юлмасть. || Цель, намерение, страсть (к учению и пр.). Ерофеевка. (б. Белеб. у.). N. Аллă çул ĕлĕк малтан вырăс хресченĕ улпут аллинчен тухма хастар тытнă. Ау 339. † Эпирех те кайма хастар тытсан, ылттăн-кĕмĕл парсан та чарăнас çук. Сред. Юм. Пĕр хăй хастар (намерение) тытсан, ним каласа та чарас çôк ôна. || Officium maritale. Буин. Еречĕ пур-и унăн? Хастарĕ пур-и унăн? Хăйĕнне хăй манмасть-и? теççĕ. Альш. Хастарне тытмасăр (без прилежания) нимĕскер те те пулмас. || Молодец. Хастарлăх 32. Татах та хастар малалла кайрĕ, çĕр лĕпки çине ялава лартрĕ. || Хастар, назв. поселка в Бижбулякск. р. (Башкирской АССР).

хастарлă

прилежный, усердный, старательный; способный. Изамб. Т. Ул хастарлă та, çулталăкне виç кун анчах каять. Ib. Ул хастарлă та (способный), çыру вĕреннĕ. Сред. Юм. Хастарла çын (усердный) таçта пырсан та çынтан кая йôлмас. N. Вăл çамрăк чухнех пит хастарлă ача пулнă. Альш. Пит хастарлă япала. Шел. 6. Кирек хăçан та хастарлă пулĕ. СПВВ. ЕХ. Хастарлă — пит тăрăшакан. Хастарлăх 23. Кам хастарлă — кил те кур! || Имеющий страсть (к учению и т. д.). Баран. 179. Вăл мĕн ачаранах çыру вĕренме хастарлă пулнă. Хурамал. Вăл хастарлă çын. Он способный человек. || Деятельный, энергичный. СПВВ. ИФ. Хастарлă çын — мĕн тытăннă ĕçе туса пĕтерме пултаракан çын. Ай! ай! вăл çын пит хастарлă, пĕр ĕçе те тумасăр хăвармас, теççĕ. || Бойкий. N. Чĕлхӳпе ытах хастарлă ан пул (бойким). || Хастарлăх 38. Хастарлă тĕнче.

хаçмăк

(хас’мы̆к), назв. головного убора. Альш. Ку çĕнĕ çынна темĕскер сурпантан тухья пек çĕлекелесе туса хушпу çинчен тăхăнтараççĕ, хаçмăк теççĕ. Ib. Унтан арçын пултăрех кашма айĕнче тăнă çĕртех çĕнĕ çынăнне хаçмăкне вăрлать: сӳсе илет те, илсе тухса каять. Ib. Унтан ку çĕнĕ çынна хаçмăк тăхăнтараççĕ (килĕнтешĕ-мĕнĕ). Хаçмăк вăл сурпанах. Сурпана çурмаран хутлана та, пĕр еннине пĕр тĕлтен çĕлесе янă. Ăна çав çĕнĕ-çын пуçне тăхăнтараççĕ (сурпан-хушпу çинчен). СПВВ. ЕС. Хаçмăк; туйра, хĕре арăм тусан, хушпу çинчен шур пир чăркаççĕ. Туй туса пĕтерсен, вăл пирне тем-тем каласа илеççĕ.

хахайт

суматоха, тревога. СПВВ. ПВ. Пĕр хахайт тухрĕ. См. хахать.

хашка

дышать быстро, пыхтеть, тяжело дышать. Хастарлăх 29. Хашкать,— йăпат, лăплантар. СЧЧ. Кĕнĕ чуне (в избу) чупса килнĕ пек туса хашкаса кĕрĕпĕр, тесе калатпăр, тет (совещаемся, притворившись, что прибежали бегом и запыхались). Изамб. Т. Çын чупсан-чупсан чарăнсан, хашкама пуçлать. Ст. Чек. Хытă чупсан, чарăнсан хашкаççĕ (быстрое дыхание). ТХКА 86. Сурăхĕ вăл ăшăпа хашкаса, пăртак хăра-хăрах шыв ĕçет те, мăя тăсса выртать. Сред. Юм. Хăш çын пăртак чупсанах хашкакан полать (запыхается). N. Ачисем е хăйсем сывă мар пулсан, вĕсем, мĕншĕн кун пек пулчĕ-ши, тесе, хашкаса чупаççĕ. ЧС. Вилес патнех çитрĕ, аран хашкакан пулчĕ (чуть-чуть начал дышать). || Журчать, бурлить (о речке). Сред. Юм. Çырмари вăйлă шыв хашкаса йохать. || Торопиться, беспокоиться. N. Только час-часах хашкамаççĕ (не торопятся). || Дуть сильно, Сред. Юм. Çăмăр нӳрне пĕр-икĕ кôнтах çил хашкаса типĕтсе ячĕ. || Пыхтеть (о пароходе). ТХКА 11. Атăл. Прахут хашкаса тăвалла пырать.

хашак

(хажак), рама. Толст. Пĕр хашак çумне пир туртса караççĕ те, варрине шăтăк тăваççĕ, хашакĕ урлă патак хураççĕ. Тюрл. Чӳрече хашак, деревянная закрышка для маленького окна. Ib. Чӳрече хашакне тапрат-ха, сĕрĕм тохса кайтăр пăртак. || Трещина (Р). ЧП.

хашар

(хажар), немного устать. Сюрл. Лаша ыра пуçласан, хашарать. Ib. Лаша хашарчĕ халĕ, пăртак канма парап-ха, тăратăп пăртак. || Лениться. Сред. Юм. Пĕр хашарнă та, темле çăмăл ĕçе те тумас. Ib. Мĕн хашарса выртан паян, тăр, ĕçлемелле мар-и мĕн пĕртте? Ib. Пĕр ĕçлеме пуçласан пит ĕçлет о, пĕр хашарать те (заленится) вара, вырăнтан та тапранмас.

херĕп

тяжелый, трудный; в большом недостатке, трудно (найти). N. Хваттирсем кунта пит херĕп, эпĕ аран-аран пĕр хваттир тупкаларăм. N. Кашни уясра, е кĕпĕрнере çĕр херĕп хресченсене пулăшма комиссия тăвас теççĕ. N. Пуринчен малтан çĕр херĕп пулнă хресченсемшĕн. Сред. Юм. Кăçал çôл пит херĕп. N. 1906-мĕш çул. Пĕтĕм халăх пурăнăç херĕппи çинчен шавлать. Пĕри калать: çĕр сахал, пĕр теçеттине çинче 100 чун тăранса пурăнатпăр! тет. || Не крепкий. СПВВ. Херĕп — тĕрексĕртерех.

хыв

(хыв), скидывать, снимать. М. Сунч. Пурте çĕлĕкĕсене хывса сулахай хул хушши айне хунă. Янтик. Кĕпе тарласа кайнă та, нимпе те хывăнмаст. А.-п. й. 60. Ме хамăнне хывса парам,— тет пукани. Орау. Эпĕ сăхмана алăкран кĕрсенех хывса хутăм (или: хывса çакрăм). Я разделся в передней. Ib. Хыв тумтирне, апат сима тумтирпе лараймăн. N. Атăла курмасăр аттăна ан хыв, теççĕ. (Послов.). Ала З°. Салтак çĕре (кольцо) вараланат тесе, хывса хучĕ, тет, чӳрече çине. Изамб. Т. Акса пĕтерсен мăйĕнчен пăтавккиие хывса урапа çине хучĕ. || Класть, ссыпать. Менча Ч. Эй, ырă туррăм, çичĕ тĕслĕ тыррăма — пуллăма çичĕ пӳлмене хывма парăсăнччĕ. (Моленье „ака пăтти“). || Класть метку (паллă, кĕлеме). Ст. Чек. Вутти çине (на свои дрова) кĕлеме хывнă (положил клеймо). || Ставить что, куда. Альш. † Хура вăрман хыçне капкăн хыврăм. Орау. Çăкăр хывас; салат хывас; кăмакана тыр хывас. КС. Хыв, ставить в печь çаралла, напр., çăкăр хыв, пашалу хыв, çип хыв. (Однако: куршук ларт, чукун ларт. || Çутт. 43. Эпир пурте авăн хывма тухрăмăр. || Складывать. Ст. Чек. Вутăра епле йăнăш хыврăр. || Накладывать на шею. Кан. Паллăран паллă çпекулянт. Аванах ĕнсене хывать. || Набивать (лед). N. Паян нӳхрепе юр хыврăмăр. Орау. Нӳхрепе хывма кӳлĕрен пăр касса кăлараççĕ. || Наливать. П. Пинерь. Сар алтăрпа пыл хывăрăм, ялан шупчăксем килчĕçĕ ĕçлемешкĕн. Сиктер. Сăрана йӳçнĕ чуне те астивмеççĕ, тӳрех пичĕкене хываççĕ. || Лить, отливать, ковать (металл). Янтик. Саратов енчĕк сар енчĕк, тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмăр. Ал. цв. Çийĕнче ылтăнтан шăратса хывнă тумтир пулнă. Пазух. † Ĕнтĕ ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, услам-çуран хывнă чĕлхем çук. Кĕвĕсем. Услам-çуран чĕлхе хывтартăм ялан хамăр тăвансемпе калаçма. N. Суха тимри хывма. Лашм. † Ылттăн сулă хывса паракана кĕмĕл сулă хывса парăттăм. || Йӳç. такăнт. 10. Пĕр тупанра шăлĕ тухнă, тет. Тупан хывмасăр кулме те юрамасть, тет. || Не переводится. Орау. Якур пĕтĕмпех ашшĕне хывнă (весь в отца). || Установить, наводить, построить, мостить. Султангул. Чупрăмах та антăм та, ай, шыв хĕрне, хусахсем те кĕпер те, ай, хываççĕ. Синьял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктĕр. НР. † Хорăн хоппинчен кĕпер хыврăм. Берестой я мост вымостил. Альш. † Чассавни кассинче каçă хываççĕ шыв урлă. Алших. Çĕнĕрен кĕпер хывса тухрăмĕр. Ау 75. Куртăм, йинке, куртăм, çӳлĕ ту çине çурт хывнă. || Валить, насыпать (насыпь). Альш. Кат (гать) хывнă. || Свить (гнездо). Тим. Симĕс пӳрт тăрринче чăпар куккук çĕрне-кунне пĕлмесĕр авăтат; яла килсе йăва хываччен авăтаясчĕ вăрман тăрринче. || Восстанавливаться. Альш. Вĕсем ӳпке татăлса тухать, теççĕ, çĕнĕ упке хывать, теççĕ (у больных). || Наливаться. О земл. Çу уйăхин пуçламĕшĕнче акса ĕлкĕрейсен, вика Питравкана хутаç хывма тытăнать. || Сметать (стог, копну). О земл. Анкартне куçарсан, капана хываççĕ. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Якейк. Паян эпĕр утă хума каятпăр = утă пуçтарса капана чикетпĕр. Трхбл. † Вуник те купа эп ут хыврăм. ||Надуть, навеять, замести. N. Хĕлле тата яла юр хывса тултарасран сыхлать. N. Йывăç юппине юр хывнă. || Проложить (дорогу, след). Ст. Шаймурз. Çырма хĕррипеле çул хыврăм. Ст. Айб. Аслă вăрман хыçне шур юр çунă, хура сăсăр тухнă та, ай, йĕр хывнă. Трхбл. † Хура вăрман касрăм та эпĕ çул хыврăм. Богдашк. Хура вăрман хыçне эп çул хыврăм. || Копить, наживать. Альш. † Чунне хĕнесе мул хывакан, вутпуççи-тĕр унăн чĕрисем. || Назначить, установить цену. Никит. Хакне икĕ çĕр тенке хыврĕ. || Начинать (дело). ЧП. Хампа харăс хывса юрлакан. Изамб. Т. Ыраш вырма тухаччен пĕр-ик кун малтан çурла хываççĕ. Унтан вара пикенсех (решительно) вырма каяççĕ (т. е. сначала лишь делают почин). N. Çорла хыв, çава хыв, начало жатвы. КС. Çурла хыв еще значит: сделать серп. || Ставить себя (высоко). N. Хама хам çӳле хывса пĕтрĕм. N. Тантăшусем умĕнче пуçна асла ан хыв. || N. Вăл ырра усала хывса инкек тăвасшăн çӳрет. || N. Пĕр ĕçлемесĕр пуçа наяна хывса çӳрекен пулнă. || Ссылаться. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă, тет. N. Ак хай амаçури чире хывса пилешпе палан çирĕ, тет те, ну хăса пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Пуçне ухмаха хывнă та каланине те итлемес. || Принимать к сердцу. Н. Седяк. Ырă çынсем çумне ларнă чух ырă сăмахна ăшна хывса лар. N. Вĕсем каланине пурне те эпир ăша хываттăмăр. || Вносить (деньги), отдать, платить (долг). Орау. Ампар тырри кайса хыврăм (в общественный амбар). Ib. Вăйпĕрни хулана куланай хывма кайнă пулнă (внести подати). N. Куланай хываççĕ. N. Пайтаххăн укçа хывакан пулĕ. Кан. Мĕншĕн сутнă таваршăн кассăна укçа хывмарăн? || Приносить жертву. Чураль-к. Ăçта каян, Марина, Марина? — Мăн мăкăр хывма каяп, каяп! См. çимĕк. N. „Вара çав мимĕре „чун пăттипе“ вилнĕ çынна чăн малтан хываççĕ. Хывма чашкă çине хывмаççĕ. Тупăк тунă чух чăн малтан пулнă турпаса илсе кĕреççĕ те, çав турпас çине хываççĕ те, тупăк тунă çĕре илсе тухса ытти турпассем çине пăрахаççĕ“. N. Ак сана эпĕ икерчĕ (е урăх. япала) хыватăп, тет. Ст. Чек. Хывас, вилле хывас (бросают куски пищи и льют пиво). ЧС. Асатте ячĕпе ытти вилĕсем те асăнса ĕçсе çиччĕр тесе хыймаллу пĕçерсе хыврĕç (при похоронах). N. Хываççĕ тесе ак мĕне калаççĕ: умăнта пултăр тесе çăкăр е куймак татса пăрахаççĕ. N. Хывса пĕтерсен, хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăкас теççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ калаççĕ: тăтăр-ха пăртак, çитĕр, теççĕ. Тайба Т. Хвелюк йинкене хывса тăкрăм, çав тытнă пулĕ тесе шухăшлатăп. Ib. „Çĕнĕ тырă ĕлкĕрсен, ăна е сутса, унтан çимелли япала илсен, е çĕнĕ тырăран çăкăр пĕçерсен, çиме тытăниччен вилнисене (ваттисене) татса пăрахаççĕ. Чăн малтан ратнисене асăнаççĕ. Кăна: вилнисене хывнă, темеççĕ,— асăннă, теççĕ. Çемерен кам та пулин чирлесен: ăна вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Вилнĕ çын тытсан, хывса тăкас пулать (е хывас пулать), теççĕ. Ратне çынни кăна мар, ялти урăх пĕлĕшкелесе пурăннă çын та тытма пултарать. Хывма çăкăр сăмси касса илсе (горбушку), сăмахсем каласа таткалаççĕ. Таткаласа тăксан, ăна савăт çине хурса хапха тăпсине кайса тăкаççĕ. Вилнĕ çынна пистерес тесен, хывсан тăкма кайнă чух савăтне шăпăрпа хĕнесе тухаççĕ“,— тесе çырнă ĕлĕкхи çинчен. Собр. Хывнă каç тĕнĕ витĕр пăхсан пӳртелле, сĕтел хушшииче вилнĕ çынсем апат çисе ларни курăнать, тет, çав çын вара вилет, пулать. Аттик. Вара чара çине вилнĕ çынсене асăнса çухи, икерчĕ, çăмарта хăпартни, хăпарту таткаласа хыва-хыва çиетчĕç. Чăвашсем 33. Ăна алăк патне çурта хываççĕ, килте миçе вилĕ çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Юрк. Мимĕр пĕçерсе куçне сарă çу хывса... Сред. Юм. Пĕри итем хыçне тохса хывнă (жертву поставил в поле). Ст. Яха-к. Ватă çынсем, çăварни тухса кайнă каçхине, вырсарникун каç, пурте мар, хăшĕ-хăшĕ анчах выльăх-чĕрлĕхсене, çăварни ернине чипер лайăх иртернĕшĕн, вилнĕ çынсене хывса тăкаççĕ. Хурамал. Мункун иртсен тепĕр куна (понедельник) хывнă кун тенĕ. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Демид. Якав пĕтĕм калаçма ăсталăхне кăларса хывать кун умне.

хып

(хып), брать в рот, хватать, схватывать. N. Çăвара чĕлĕм хыпса. N. Чĕлĕмне пĕр енне хыпнă. П. Патт. 2З. Эсир (кăвакалсем) çăварăрсемпе патака иккĕн икĕ вĕçĕнчен хыпса пырăр. Орау. Шăнкăрч çăварне темскер хыпса килчĕ. Юрк. Çăварăма пĕр пăрçа анчах хыпсаттăм, шăлсем çук пирки çăварта пăртак шӳтĕрсе çемçетсен çийĕп, тесеттĕм, вăл та пулин çăвартан тухса ӳкрĕ. Буинск. Ача ĕмеймес, хыпаймас. Çутт. 26. Аллине çăвара хыпса çӳремест. N. Амăшĕ ăна, çăварĕпе хыпса, карташне илсе тухнă. Лап-к. Шалта пĕр çăртан çăмартине хыпнă çăварне. Юрк. Шап-шурă мĕн, шурă кайăк çурисем чечек пуçне хыпса выляççĕ. О сохр. здор. Ыратнипе тапкаланать, йăнăшать, çăварне тăпра хыпа-хыпа илет. К.-Кушки. † Пĕрчĕ, пĕрчĕ юр çăвать, хыпса юлăр ачисем. Çутт. 157. Икĕ йĕп-тăррине пулă тытса хыпнă, иккĕшне шапа хыпнă. Н. Лебеж. Çисе яма кашкăр мар, хыпса çăтма упа мар. Чаду-к. Вăл килсенех пире пӳрчĕ-мĕнпех хыпса ярать. С.-Устье. Акар йăттийĕ татса хыпах çиса ячĕ (разорвала ее), тет. А.-п. й. 57. Чее тилĕ йăвана кап! анчах хыпса çăтрĕ. || Есть, кушать. КС. Значение хып зависит от кушанья и тона: или значит кушай или жри. ПТТ. Унта вара пысăккисем çăмартасене валеçсе параççĕ. Ачасем кĕлĕ-мĕн тумаççĕ, парсассăнах курак пек тӳрех хыпса яраççĕ. (Сĕрен). Б. Олг. Хыпат, тет, тăранимест, тет, кормани эс мĕн-и тет, капла çăтасшăн, тет. Сред. Юм. Хыпса яр çав татăка. Съешь этот кусок. Хăр. Паль. 12. Ăна та (çăкăр татăкне) хыпса янă. Йӳç. такăнт. Т. Ларăр хыпма, йĕпе сăмсасем. Актай. Чавсан-чавсан, ку вилнĕ çынна кăларчĕ, тет те, хыпса ячĕ, тет. || Клевать (о птице, о рыбе). Янтик. † Шĕлещен кайăк чĕппи мĕн çиет? Тулă пĕрчи хыпать, сĕт сыпать; пирĕн аппа-йысна мĕн çиет? Кулаçне хыпать, пыл сыпать. Хурамал. Пулă хыпать-и? Клюет ли рыба? Б. Олг. Ан кăчкăр, полă хыпат, кăчкăрса ан ворăр! Альш. Пĕр-пĕр хыпакан тĕлĕрех (где рыба клюет) пырса ларать те, ларать кунĕпе çавăнта турта-турта кăларса. Байгул. Шур Атăла вăлта ятăм, вăлта Ятăм, хыпмарĕ. || В перен. значении (заливать берега). Йем.-Таяпи. Çырмара шыв нумай, çыранне хыпса тăрать (как бы держит в губах, т. е. захватывает берега, и их не видно. || Хĕн-хур. Итле мана, Якку: ырантан вара хамăр патăмра Анушăн тĕсне ан курам! Мĕн хыпма илсе килтĕн эсĕ ăна? (на что, к чему). N. Мĕн тума килнĕ вăл кунта? — Хыпма килнĕ! (сдуру). ГТТ. çта хыпатăн? Куда ты торопишься? (в еде). Орау. Мĕн хыпса каям эп унта? Сятра. Мĕн хыпса ларатăн? Что ты тут торчишь?

хып

загораться, разгораться, охватить огнем. Кан. Вучĕ малтан Бочкарев килĕнчен (сарай хыçĕнчен) хыпса илнĕ. Унтан юнашар кӳршĕ Миронов килне хыпса илсе çунма тапратнă. N. Çурта вут хыпса илсессĕн, когда огонь охватил здание. КС. Ял хыпса карĕ (çунса карĕ). Ib. Вут пӳрте хыпрĕ (изба загорелась). Яжутк. Е тĕкӳ-çӳçӳ шăнсассăн? — Вут хурăп — ăшăнăп. Е хыпса кайсассăн? Тапăп, тапăп — сӳнтерĕп. Б. Хирлепы. Атя, апи, пӳрт хыпса каять, тесе калать, тет. N. Хĕрсе çитсен, вут хыпать. N. Вут çулăмĕ хыпса илнĕ пек. N. Вут пек хыпса çунни! Питушк. Пӳрт хыпса кайрĕ. Изба загорелась. Вино — яд. Çуртсене хут хыпса илчĕ. КС. Краççина вут тивертсен, хыпса илет (вспыкивает). Хорачка. Хыпат анчах, вочă çонат. Ib. Ял хыпса карă (сгорела). КС. Ял хыпса карĕ: 1. загорелась. 2. сгорела (быстро) сильно. Орау. Пĕтĕм пӳртне вут хыпнă та, пӳртне кĕресшĕн тăрать. N. Çынсем пухăнса та çитеймерĕç, вут тата икĕ киле хыпса та илчĕ. Юрк. Ваçук чĕлĕм те туртмаст-çке, ку епле тĕктăмал кĕлет тăррине вут хыпрĕ-ши? теççĕ. N. Ун умĕнче вут хыпрĕ. || Жаждать. N. Ĕçес килсе унăн тӳсме çук ăш хыпнă. ЧП. Ăшăм çунать, чĕри хыпать. ТХКА 104. Ман чĕре татăлас пек сикет, ăшчик вилес пек хыпса çунать. КАЯ. Халь çак Тумия урнă йăтă туллаччен, теме сиснĕ пек, ăшчик хыпса тухас пек çӳреттĕм (горело; тужил). N. Иçĕм-çырлинчен пăчăртаса эрех тунă çĕрте вĕсенĕн ĕçеймесĕр ăш хыпса çӳрет. Чума. Çав хушăра унăн ăш хыпнипе темĕн тĕрлĕ шыв ĕçесси килнĕ. ТХКА 107. Ăш хыпнă, ата шыв анса ĕçер. || В перен. смысле. Желать, добиваться, жаждать. N. Çынна хĕрхенекен çын пирĕн пулăшушăн хыпмасть. || Заботиться, беспокоиться, стараться. N. Министр вĕсене этем картине кӳртес тесе хыпмасть. Кан. Патша халăх сывлăхĕшĕн хыпман. Ib. Çавăнпа çпекулянтсем сутнă таваршăн укçа тĕрĕсех алла илейменнишĕн хыпсах та кайман. N. Алла илме тепле пулĕ тесе хыпса çунатăн. Ст. Айб. Çыншăн çын хыпмасть, тетчĕç ĕлĕк чух, халь пачах урăхла. Полтава 23. Ĕç-пуç тума шутласан, хыпса-ӳксе (необдуманно) тытнас çук. Чуратч. Ц. Карачăмăн вылляс килми пулнă курнать, туйисене аран перет, пуклаккисене тивертесшĕн хыпмасть. || Замаяться. СТИК. Тупаймасăр хыпрăм вĕтĕ чыст (замаялся). N. Кунта килсе хыпрăмăр, чунсем мĕле хăтăлĕ-ши... || Болтать, попусту говорить. Изамб. Т. Ан хып, мĕн хыпса тăратăн. Не болтай, (Соответствует простонародному русскому „не ори“), || Сцапать. || Расходиться (о вещах и пр.). Якейк. Вăрă (семена) паян хыпать анчах, питĕ хытă каять. Ib. Пыççи паян хыпрĕ анчах: никамăн та пĕр пыççи та йолмар. Ib. Ĕç çинчи пак çăпата хăçан хыпни пор (когда расходится), çăпатуна янтла тольккă.

хыпăнчăк

торопыга. КС. Çавăн карчăкки пит хыпăнчăкскер, пырсан ниçта кайса кĕримасть, ĕçтерсе çитарасшăн çунать. Ib. Хыпăнчăк, васкакан, сасартăк хăракан, легко возбуждающийся. Ib. Çавăн арăмĕ пит хыпăнчăкскер: пĕр-пĕр хăрамалли сăмах илтсен, йăлтах хăраса ӳкет.

хыпса çун

гореть огнем, ярким пламенем. || В перен. смысле. N. Вĕсен ăшчиккисем хыпса çунаççĕ. || Мучиться в работе. N. Ун чухлĕ тырă тăвасшăн ĕлĕк пайтах хыпса çуннă. || Терпеть беду, горе. КС. Вăл ачисемшĕн нумай хыпса çунчĕ. Сред. Юм. Ашшĕ: ôлтă пичу, пĕр йăмăкăр пĕтрĕ, эсир те кайса çĕтсен, ман кампа пôрнас, виличченех хыпса çонса порнас-и, тесе, нăмайччин ямасăр тăчĕ. Ib. Ачисем нăмайранпа пĕр сасхора та ямаççĕ те, хăй тĕллĕн куйланса хыпса çонса ларать çавăнта. N. Çурт-йĕр таса тытас тĕлĕшрен, тасарах çӳрес тĕлешрен вĕренсе çитеймен-çке эпир! тесе, хам тĕллĕн хыпса çунса выртатăп. Тускел. Хыпса çунат. Страшно горюет. N. Акĕ ĕнтĕ тата хамăрах хыпса çунмалла пултăмăр-и-ха, тет. N. Йывăр кун килсен те хыпса çунмасть. Толст. Эсĕ мана, çак тĕрлĕ хыпса çунаканскерне, кам çине шанса хăвартăн-ши?

хыптар

понуд. ф. от гл. хып. Вишн. 62. Вăл çăварне хыптарсан та çимест пулсан, ăна ирĕксĕрех çитерес пулмасть. Сборн. по мед. Ачана йăпатас тесе вĕсем ĕмкĕчĕ хыптараççĕ. Сред. Юм. Хыптарать: 1) в рот сует; 2) очень желает. Букв. Ун çăварне чĕлĕм хыптарнă. N. Çăварĕсене çăварлăх хыптарнă. Изамб. Т. Хыпчăкпалан шăрпăк хыптарса кăлараççĕ (из руки). КС. Хыптарса ил (çырттарса ил), взять щипцами. Кан. Халăх сахăрсăр, супăньсĕр тарăхса пурăннă вăхăтра, ку икĕ намăссăр хăйĕн çывăх çыннисене пăчĕ-пăчĕпе шур çăнăх, пуçĕпелен, чей-сахăр, арчипелен супань хыптарса пурăнчĕç. N. Тем тĕлĕк хыптарчĕ! Забыл (сделать дело). || ГТТ. Ачасем Сĕве хĕррине вăлта хыптарма кайрĕç (ловить рыбу на удочку). || Поджигать, зажигать, сжигать. Орау. Икĕ ухмах юлнă та, пĕрне пĕри хыптара хыптара çунтарса яраççĕ (поджигают). КС. 1919 çулта бандитсем пирĕн пӳрте хыптарса ячĕç (подожгли). Б. Хирлепы. Кукша тула тухрĕ те, пӳртне хыптарса ячĕ, тет. (Из сказки). N. Лампăчкăсене хыптарса кăларсах мĕн чулĕ укçа тухать-ши? (в кино). Сет-к. Ĕлĕк пире те хыптарса ячĕç (подожгли). Ib. Сорăхсам панче хăмăл хыптартăмăр анчах (жгли здорово). N. Ăшне вут хыптарнă пушă кăкшăм. Ст. Чек. Вут хыптарнă = чĕртнĕ. || Торопить. Собр. Малтан хыптаракан çын кайран тăранать. Сунчел. Хыптарат = васкатат. Сред. Юм. Час хăпар, çăкăр, тесе хыптараç те çонтараççĕ. (Говорят женщины после того, как они замесили тесто). || Подрезать. Ст. Чек. Ку Иван вилни ĕнтĕ мана хыптарчĕ (подрезала). || Замаять. СТИК. Уретник ĕнтĕ чыст хыптарче (замаял) мана, ĕретлĕ çăкăр та ларса çимен. || Вызывать жажду. КС. Мĕншĕн эсĕ шыв çук хирте ăшĕсене хыптарса çĕмĕренĕсене пăрахтартăн? N. Çимесĕр выçăхтармăп сире, ĕçмесĕр ăш хыптармăп. || Надоедать, надоедливо просить. См. йĕренки. Сред. Юм. Ачисем туя каясшĕн хыптараççĕ, ямаççĕ вит çавсене! || Бить. Бугульм. † Вуник вĕçлĕ чĕн пушăпа хыптарăпăр, çунтарăпăр. Т. II. Загадки. Пĕр лутра йĕкĕт пилĕкне туртса çыхнă, çĕлĕкне хуçса лартнă, хыптарать те çунтарать (жарит). (Мунчара милкĕпе çапăнни).

хыпала

(хыбала), щупать (гладкое). Абаш. См. кукша. || Шарить. Юрк. Тумтиррийĕн пĕр кăсйине те аллине чиксе шыраса пăхать, тепĕр кăсйине те астăват; тата ытти тумтирĕн кăсйисене те аллине чиксе хыпаласа пăхать, укçа вăл-ку таврашĕ нимĕн те тупаймасть. Ib. Капла хăтланса пурăнакан çын укçаллă-тăр, тесе, ун патне çырмана анса, унăн кăсйисене хыпаласа пăхат. Ау 36°. Çутăласпа пырат та, пăтавккине аллипе хыпаласа çӳрет.|| Осязать. Пшкрт. N. Хыпаласа пĕлни, осязание.

хыпалан

(хыбалан), торопиться, спешить. СТИК. Хыпаланса килтĕм = васкаса килтĕм. (Различие между ними то, что хыпаланса указывает именно на ходьбу, а васкаса вообще на торопливость. Ib. Пит хыпаланса вырат. Жнет очень усердно, живо, стремительно. Ib. Килте пит васкатрĕç, çавăнпа хыпаланса килтĕм. ГТТ. Ăçта хыпаланан? Куда ты торопишься? (в еде). Эльбарус. Ман патналла хыпаланса пыратчĕ. Юрк. Пуçлăхĕ, хăйне кам чĕннине пĕлмесĕр, пĕр-пĕр çын ĕçпе чĕнет пулĕ, тесе шухăшласа, хыпаланса кун патне тухать. Чăв. й. пур. 9°. Часрах хыпаланса пынă вĕсем патне. Шурăм-п. Ачапчасем хыпаланса чупаççĕ, тискер шывран хăраççĕ. Ир. Сывл. 8. Пит те аванах хыпаланатчĕç. Байгл. Ах, мĕн тăвам-ши ĕнтĕ? тесе хыпаланат, тет. Изамб. Т. Хăш тĕле хыпаланса каятăн? Сана кĕтекен çук пулĕ-ха унта! N. Ку çын часрах кимĕ çинчен тухса киле хыпаланса тарат, тет, ку латлă пулас çук, тесе. Пшкрт. Çын, выçсан, çиесшĕн хыпаланат (васкат). Ib. Йытă хыпаланса вĕрет (сильно, татăксăр). Сет-к. Çак кашăксене çакăнта ан йăвантарăр-ха! — Эсĕ кӳрсе хонă пасăр хыпаланнупа, Шурăм-п. Халăх çĕр уйăрнă чухне ята кĕресшĕн хыпаланчĕç. Сред. Юм. Васканă чохне хыпалана тăран вара. Не знаешь, что делать.

хыпаланса ӳк

впасть в тревогу, забеспокоиться. Сред. Юм. Кам та полса япала тума пырса каласан, туххăм хыпаланса (васкаса) ĕçе тума пуçласан, тăта: килте осал полнă, тесе, пырса каласан, васканипе ним тума аптрасан, хыпаланса ӳкрĕ, теççĕ. Ib. Ашшĕпе амăшĕ: пĕртен пĕр хĕр те пĕтрĕ-и ĕнтĕ (неужели единственная дочь пропала?) тесĕ, хыпаланса ӳкрĕç, тет. Кан. Тин хыпаланса ӳкрĕ вăл, пӳлме тĕпне хырса пăхсан. Ачач 92. Вĕсем пит хыпаланса ӳкмен. N. Ăçта вут тухнă? тесе ыйтать. Ăна хăй пӳрчĕ тăрри çине кăтартаççĕ. Çавăнта вара тин хыпаланса ӳкеççĕ.

хыпаланкала

учащ. ф. от гл. хыпалан. ЧС. Çапла эпир хыпаланкаласа мĕн тукаласа, лашасене тытçа утланнă, пĕр ялалла кустаратпăр.

хыпар

(хыбар, Пшкрт: хыβар), весть, известие, весточка, сообщение, уведомление. N. Килти хыпара илтессĕм килет. (Из письма). Макка 130. Хам та çырман та ĕнтĕ, сирĕн хыпара та эпĕ пĕртте пĕлместĕп. N. Эпĕ халĕ вĕсен хыпарне пĕлместĕп. Известий о них я не получал. N. Вĕсем çинчен ниçтан та хыпар тавраш, илтĕнмен. N. Çав пулнă хыпара илтсен, пурте тĕлĕнсе анчах тăнă. Ib. Арăмĕ килте çук хыпара илтсен, çавăнтах ача пек макăрса янă. Ib. Вăл ашшĕнчен арăмĕ ача çуратнă хыпара кĕтнĕ. СК. Санăн хыпара (известие от тебя) илтсен, манăн чунăм савăнать. N. Хыпар ил, получить известие. N. Вăрçă çинчен ним хыпар та пĕлмесп çырма, чарнас хыпарĕ çук. Янш.-Норв. Хамăр илес хăнасе хыпар малтан ятăмăр. N. Сирĕн хыпара (о вас) илтес килет. (Из письма). Пазух. † Хыпар ятăм ют яла, килтĕр терĕм выляма. N. Килти хыпара час пĕлес çук. || Новость. А.-п. й. 48. Мĕнле çĕнĕ хыпарсем? Какие там новости? Ib. 96. Тепĕр икĕ уйăхран, ыраш шăркана ларсан, Сахар илтет çĕн хыпар. Абыз. Кунта ним хыпар та çук-и? N. Килти хыпара пĕлсе килем, тет. N. Кунта çĕнĕ хыпар ним хыпар та çук. Ачач 54. Мĕн çĕнĕ хыпар тавраш илтĕнет-ха Раççей çĕрĕнче? тесе ыйтрĕ ак кайран кĕнĕ пĕр арçынĕ. Самар. Эпĕ сирĕн пата килтĕм ăшă хыпара, тутлă чĕлхене, сирĕн хĕр пур, пирĕн каччă пур, хăталлă пулма пулмĕ-ши? N. Хусанта хыпар епле илтĕнет? Ăшă хыпар пур-и, çук-и? (Из письма). N. Ăçтан пĕлтĕр вăл хыпара? Баран. 62. Хрантсус хыпарĕ пур çĕре те час сарăлса çитет. N. Эсĕ çавăнта кайса пăхса, пиччусенĕн хыпарне пĕлсе килччĕ. N. Хайхи ача тӳре патне хыпар пĕлме пынă, тет. Юрк. Мускавра мĕн ăшă (благоприятную, хорошую) хыпар илтĕн, мана çырса ярса пĕлтерме тăрăш. N. Мĕн хыпар? (Говорят пришедшему).

хыпар ту

известить, сообщить, уведомить. Юрк. Мĕн ĕçлесе пурăнни çинчен мана пĕр хыпар та тумастăн.

хыпар-хăнар

весть, весточка, известие. Ст. Чек. Унăн хыпар-хăнарĕ çук-им? СПВВ. ИФ. Хыпар-хăнар, сăмах туни, е çитерни. Ib. Ялта пĕр-пĕр çын: сирĕн çав хурăнташ сăра тунă, тет, кунта сире хыпар-хăнар пулни? теççĕ. СПВВ. МС. Аттесем темĕнле пурăнаççĕ, хыпарне-хăнарне пĕлмен (не имею известий о них). || Новости. N. Пасара кайса хыпар-хăнар пĕлсе кил.

хыр

(хыр), скоблить, сгребать. Изамб. Т. Пусма çинчи пăра хыр. Альш. Çамкана çырна хурана хырса та тăкса пулмаст-çке. || Грести. Изамб. Т. Ик-виç сарăм çапсан ырашĕ нумайланат та, вара ăна креплепе хыраççĕ. Ib. Çак çӳппе пĕр еннелле хырса хур. Г. А. Отрыв. Панă чухне çуркунне хырса парать, кĕркунне хырмасăр илет, тырри таса (хлеб от плателыцика). || Обтирать. Орау. Урине алăк çинче хырса кĕчĕ. Ib. Урине скупа (скобка) çинче хырса кĕчĕ. Обтер ноги об крыльцо. || Брить. Сред. Юм. Хырнă пуç, бритая голова. || Чистить. Чиганары. Стариксем толта хыпаланса навос хыраççĕ шупа юхса пĕтесрен. Ягутли. Ватти-вĕтти пурте тулта: хăшĕ пăх хырать, хăшĕ вут çурать. || Çĕнтерчĕ 25. Пирĕн те кайса авантарах хырасчĕ-ха вĕсене.

Хыркасси

назв. селений. Янорс. Хыркасси патне çитрĕмĕр те: Хыркасси мар, арман çунать, терĕ пирĕн пĕр юлташ. N. Хыркасси — Çĕрпӳ районĕнчи ял.

хырăм

(хыры̆м), желудок. М. Тув. † Кăпшакланнă çарăкĕ кам хырăмне кĕрĕ-ши? Çакă Тени хĕрĕсем кам арăмĕ пулĕç-ши? А.-п. й. 30. Ах хырăм выçса кайрĕ! Мĕн çиес? — тесе кăшкăрса ярать. ЧС. Пирĕнсем вара, вĕсенĕн хырăмĕсем выçнă пулĕ тесе, çиме лартрĕç. Якейк. А! хырăм выçри? Ага! проголодался. N. Хырăм выçрĕ, апат çиесчĕ. Курм. Ати хырăм выççĕр, тет поль, кĕрпе шӳрпи пĕçерсе парас-и? Дик. леб 34. Вăл улма çисе хырăм выççине пусарнă. КС. Нихçан та хырăм выçса çиман пулĕ (не знал, поди, никогда голода). Изамб. Т. Чей хырăма тăрантакан япала мар-çке те. А.-п. й. 81. Хырăм выçать, мĕн çиес? — тесе кăшкăрса ярать. || Живот, брюхо. А.-п. й. 50. Кашкăра пĕрех мăйракипе пантлаттарать. Кашкăрăн хырăмĕ чутах çурăлса каймасть. И изо всей силы ткнул волка. Едва-едва не распорол живот у него. Орау. Кĕç хырăмĕ çурлас пек çӳрет (о толстом). А.-п. й. 33. Упа хырăмĕ лашт çурăлса кайрĕ. Сет-к. Хырăмпа пыршăн (буквально: из-за брюха и глотки, т. е. из-за еды и питья). Б. Ильм. Хырăм тирне (тирриие) сарасси хуçаран. Растягивание кожи брюха (материал для расстягивания — харч работнику). Скотолеч. 35. Хăлхисем, куç тавăрашĕсем, хырăмĕсем хĕрелсе каяççĕ. N. † Çĕлĕкне илме пĕшкĕнсен сăмси çĕре тивет-çке, хырăмĕ урай шăлать-çке. Баран. 23. Пĕр сысна ватă юман айĕнче тăраниччен, хырăмĕ урлă кайиччен (до отвала) икел çинĕ. А.-п. й. 39. Хырăмĕ панк пуличченех ĕçсе тултарчĕ. Орау. Якейк. Ача хырăма карĕ (стал расти живот, т. е. в рост не идет). Мыслец. Хырăм çурăлтăр! Утроба лопни. Сред. Юм. Хырăмне макăртнă, беременна. || Пузо. Оп. ис. ч. II. Акă пысăк хырăмна патакпа тĕртсе шăтарăпăр. Вот мы проткнем тебе толстое пузо палкой. Сред. Юм. Хырăмне мăкăртнă, пузо вырастил. || Внутренности. Оп. ис. ч. II. Упи вăраннă çĕрĕ тилли кашкăра çисе тăрат, тет. Упи тилĕрен: мĕн çиетĕн? — тесе ыйтрĕ, тет. Тилли: хам хырăма хам татса илсе çиетĕп, терĕ, тет. Ăна кура упи те хырăмне тата-тата çие пуçларĕ, тет те, виле кайрĕ, тет. Когда медведь проснулся, лиса ела волка. Медведь спросил у нее: „Что ты ешь?“. Лиса ответила: „Рву свои внутренности и ем их“. Смотря на нее, и медведь стал отрывать у себя внутренности и есть их, и тут же издох. || Кишки. Б. Олг. Этемĕн хырăм, кишка, выльăхăн хырăмлăх. || В перен. смысле. N. Хырăм хакне, за еду (получая вместо платы еду). Б. Яныши. Кĕркунне те çаплах эпĕ хĕç тирме хырăм ĕçлеме каяттăмччĕ. || Плод (у беременных). Чхĕйп. Вăлсам хырăм пур чух (во время беременности) мĕле килчĕ, çапла пурăннă; çавăнпа хырăм пур арăмсам мĕле пурăннине калама та пĕлес çук. N. Йывăр çын хырăмне 9 уйăх йăтса çӳрет. Орау. Унăн хырăмĕ ӳкнĕ (выкидыш в раннем периоде). N. Хырăм юлнă. Ст. Чек. Хырăмĕ урлă килтĕр. Альш. Унăн арăмĕ хырăмĕсене ялан пăрахса пырать. Ib. Пуш хырăмлă чухне, когда не было в утробе. Ib. Пĕр-ик-виç хырăм та йăтса пăхрăм ĕнтĕ эпĕ. Была 2-З раза беременна. Ib. Ку хырăмпа çăмăл ирттертĕм эпĕ, леш хырăмпа йывăр пулнăччĕ. ГТТ. Юлашки уйăх, хырăм тыттарса пăхтарас; юлашки кунсем çӳретĕп, вăхăт çитет те-ха (говорит беременная женшина). || Ст. Чек. Ан шарла ĕнтĕ, хырăм! (выражает презрение).

хыç

(хыс’), зад, что позади или сзади. Вопр. Смоленск. Çăмăр çунă чухне сарамат кĕпери çăмăрăн умĕнче курăнсан, çăмăр чарăнать, хыçĕнчен курăнсан, çăвать. Орау. Вĕсем пирĕн хыçра пычĕç (позади нас ехали). Ib. Темĕскер калаçса пыраççĕ.— Камсем? — Ав, пирĕн хыçран пыраканнисем. А.-п. й. 72. Чим-ха, чар лашусене. Атя-ха анса пăхар, пирĕн хыçран арçури шăхăрса килмест-и,— тет вăл ямшăкне. Ск. и пред. чув. 12. Пурттăм выртат çутăлса хыçа юлнă çул çинче. А.-п. й. 31. Качака такипе сурăх таки хыçа вут хунă пек илтерсе пыраççĕ. Баран. А. Вăранас пулать, тăрас пулать, умна-хыçна пăхас пулать. N. Çавăнта пирĕн хыçра пире хăвалаççĕ те, çавăнпа таратпăр. Пшкрт. Ман хыçăмăра. ÇМ. Чăваш арăмĕ, саншăн та хурлăх хыçа юлтăр. N. Хыçран пучĕ ( = пычĕ). Капк. Унпа уйăрăлсан, хыçран кăшкăрать. || Задняя часть. Регули 1130. Ял хыçĕпе (ял хыççĕн) иртсе кайрăм. Альш. Присаткаран пуçланса вара хыç каять тăсăлса. Хыçа кĕмелли присаткана алăк туса хăвараççĕ. ТХКА 52. Ял патне çитрĕмĕр, Итем хыçĕ. Картасем. || Задок у саней. N. Çуна хыçĕ. || ЧП. Эпир килетпĕр те каятпăр, умăртан хыç тесе ан калăр. Янш.-Норв. Кунтан эпир кайсассăн, умăртан хыçăр тесе ан калăр. || Задняя часть одежды. Регули 1128. Сăхман хыçĕ çĕтĕлнĕ. || Спина. N. † Пурçăн явлăк пуçăмра, хрансус явлăк хыçăмра. СПВВ. Умна-хыçна чипер пăхса çӳре. Наблюдай за собой. Пазух. † Атя, тăван, ăсатам, çаврăн, хыçна тӳрлетем. Альш. Тырра килĕшсен, çурăм хыçне паллă тăвать. А.-п. й. 89. Тепĕр кунне хай Сахар çумне пуртă хĕстерчĕ, хыçне çакрĕ пăчкине, хăй платникле тумланчĕ, сухалне йăлт хыртарчĕ, хуланалла уттарчĕ. || Послед. Альш. Ача хыçĕ — ача çуралсан, кайран ача хыçĕ пулать. Ib. Ĕне хыçне пăрахман-ха (послед). КС. Тюрл. Выльăх хыçĕ, послед. Нюш-к. Сурăх хыçне пăрахаймарĕ-ха. Скотолеч. 9. Хыç пăрахнă чухне (конематка) хыçне туртса татма юрамасть, вăл хăех тухса ӳкет. Ib. 28. Тавлăкчен хыçне пăрахаймасан (ĕне) выльăх лекĕрне илсе килес пулать. Ib. 28. Ĕнен хыçĕ час тухмасть. СТИК. Хыç пăрахнă (сурăх, ĕне, пăруласан). См. ача хыçĕ, хыççи. || Употребляется в качестве послеслога: за, позади, сзади, вслед за, из-за. Регули 1129. Йывăç хыçне тăчĕ. Встал за дерево. А.-п. й. 21. Çутта курса çаксем патне кашкăр пырса тăнă та, çапă купи хыçне пытанса ларнă. К.-Кушки. Кушак кайри урипе хăйĕн хăлхи хыçне хыçат. Кошка чешет задней ногой себе за ухом. А.-п. й. 56. Йăва кашкăра та хăйĕн малтанхи юрринех юрласа катартрĕ те: усăк тута кашкăр тус, эс те тытса çиеймĕн,— тесе йăлт кăна курăнчĕ. Кашкăрĕ ун хыçĕнчен хăвалама пуçларĕ. Качал. Каччисем ăштарах? — Салтака кайса пĕтнĕ.— Салтаккисам ăштарах? — Питĕрпе хула хыçĕнче. N. Алăк хыçĕнче итлесе тăрать (т. е. за затворенной дверью или за подуотворенной). КВИ. Алăк хыçĕнче анчах ура сасси илтĕнет: унта хуралçă салтак утса вăхăт ирттерет. Только слышно:— за дверями звучно-мерными шагами ходит в тишине ночной безответный часовой. ГФФ. † Анкарти хыçĕнчи (за гумнами) посуне тапун яччăр малашне. N. Эпĕ ун ĕнси хыçне (за шиворот) улма ятăм. А.-п. й. 40. Халь тилĕпе улатакка Такмак ялĕн анкарти хыçнелле шăвăнчĕç. Орау. Лере пашне хыçне кай, кĕпĕрнатăр тухиччен кайса килен, терĕ. Тухрăм та вĕçрĕм пашне хыçнелле. N. † Утильнайĕн хыçĕнче ялан утил капанĕ, ирпе каç та тухса пăхать утильнайăн вахтăрĕ. N. Пӳрт хыçĕнчен пăхрĕ (из-за угла). N. Эпĕ те сан хыçранах пахчана тухăп. НР. † Шашкă йыттăм ман та порччĕ, карĕ поль мулкач хыçĕнчен; савнă сар тос ман та порччĕ, карĕ поль сар яш хыçĕнчен. Гончая собака у меня была, да ушла, видно, за зайцем. Подружка у меня была русая, да увлеклась, видно, русым парнем. Орау. Пирĕн хыçран килекенни, или пирĕн хыçран килекен; пирĕн хыçран пыраканни (тот, который идет за нами). А.-п. й. 74. Пĕр-ик çавра юрларĕ те, хăй хыçĕнче такам юрланине илтех кайрĕ. Пропел два куплета и слышит: позади его кто-то поет. Юрк. Тиекĕ вăл мĕн каланине ун хыçĕнчен çырса пырат. N. Çынсем хыçран, за другими. Баран. 55. Кимĕ-мĕн ан хăварăр, хыçăртан хăваласси (погоня за вами) ан пултăр. КВИ. Ватă юман хыçĕнчен шуйттан татах хĕтĕртет. || Регули 1312. Вăл пичĕш хыçĕнче порăнчĕ.

хыçалан

(хыз’алан), чесаться. Альш. Сысна юпа çумне пырса хыçаланать (чешется). N. Вăталăххи кăрчанкăллă, тет те, çавăнпа пĕрмай хыçаланса çӳрет, тет. Собр. Сысна хыçалансассăн йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Кĕçĕтсе пĕрмай хыçакан çынна хыçаланать, теççĕ. Скотолеч. 16. Кăрчанкă ернĕ лаша ăçта пынă унта хыçаланса çӳрет. КС. Хыçалан, хыçкалан, чесаться рукой или чем-либо (о человеке). См. хышкалан. || Тереться. Юрк. Кăмакасем çумĕнче хыçаланса çӳретĕн, эсĕ шăнмастăн пулĕ-çке? Ib. Пĕр ачи юлхав япала, нимĕн тумасăр, пĕр ĕçсĕр аптăраса, кăмакасем умĕнче çав сысна пек хыçаланса çӳрет.

хыт

затвердеть, становиться твердым. Сĕт-к. Ыраш тĕшши полса çитнĕ те, хыта пуçланă, час вырма тохмалла. Юрк. Çул çине хытнă юр ирĕлмесĕр тăрсан... Лашм. † Йĕтĕн çеçки хытать пуль. СТИК. Хытнă юман. (Говорят о долго живущих стариках). Ск. и пред. чув. 94. Пăсăрлантар Сетнерне.: ĕçре хытнă аллипе ан хапсăнтăр çын хĕрне. || Переносно — привыкать. N. Эпĕр топперĕ хытса çитсе, никкаккой храсси ăша та кĕмест. || Пригореть. Юрк. Чукун çинчи те пăтти пĕр пӳрне хулăнăш хытса каят. Тĕпĕнчен те хытат. Эпир çур. çĕршыв 23. Çĕр хытсах пырать, тислĕкпе çемçетнине юратать. || Об облаках. Б. Олг. Çанталăк ояртат полĕ, пĕлĕт хытма поçлат, вĕрлĕкленет, кашталанат. Череп. Пĕлĕт хытат — как бы сохнут, отходят выше (облака). || Затвердеть после вымочки. К.-Кушки. Арки вĕçĕ хытнă иккен. N. Картусĕ те хытнă иккен, атти кĕлли хăпнă иккен. Кан. Тарпа хытса кайнă тăлисене те çавăнтах типĕтет. Изванк. Пĕр вăрăм хытнă кĕрĕк (заскорузлую) тăханчĕ, хул хушшине тепĕр çĕлĕк хĕстерчĕ. Орау. Унăн тумтирри те тир тăвакансен пек хытса çуталса ларнă. || Окоченеть (о трупе). Альш. Ку тăшмана хытса кайсан, салтса илет, тет те, икĕ аллине икĕ мăйракана тыттарать, тет. || Замерзнуть. Ала 27. Хайхи офицер алăк питĕрме тухнă та, аллине тӳрех алăк хăлăпĕ кĕрсе кайнă, тет те, аллисем вара çилĕмпе çыпăçтарнă пек çыпăçса ларнă, тет, çавă офицер вара çĕрĕпех çавăнтах хытса тăнă тет. Якейк. Картара хытса выртнă. Замерзло в карде (животное). || Умереть. Альш. Якейк. Çын вилсен колса: хытса выртнă вăл, теççĕ. || Потерять чувствительность, лишиться гибкости, отупеть (окаменеть). N. Чун хытса çитрĕ. N. Ури хытса ларнă. Он не владеет ногой. N. Кĕсле-купăс калакансем те нумайччен каламасăр пурăнсан, пурнесем хытаççĕ, теççĕ, вара вĕсем ĕлĕкхи пекех таса калайми пулаççĕ. Сред. Юм. Пӳрнисем авкаланаймаç те, чыстиех хытса ларнă (от холода пальцы не действуют). А.-п. й. 70. Пуян арăмĕ хăранипе пĕр вырăнтах хытса тăрать. Ст. Чек. Ку хăраса хытса каят те, хăйне мĕн пулнине каласа парат. N. Вар-хырăм веç хытса ларса. || Забываться. Шарбаш. Ваççан аякра пурăнса чăвашла чĕлхе хыта пуçланă, тет. || Стариться (о пиве). Пшкрт. Сăра хытат (стареется). || Стать недоступным. N. Вăрман та хытса çитрĕ, тесе, хуйхăрнă старик. || Скупиться, скряжничать. N. Ытлашки хытса пурăнса, апат та çиместĕн-çке эсĕ. КС. Эпĕ кăçал питĕ хытса пурăнтăм: хĕлле ĕçкĕ туман, хам та хăнана каймарăм, кĕркунне хамăн пусса çиес выльăха та пусса çимерĕм. Вишн. 60. Çавăн пекех лашасене те йăвăр ĕçленĕ чух, е йăвăрпа çула çӳренĕ чух, хытса туса тăма юрамасть. N. Ма илместĕн ку япалана, хытса тăратăн (скупишься). В. С. Разум. КЧП. Хытрĕ-хытрĕ пĕр пуян, çапах пуйса çитеймерĕ, укçине хураха парса ячĕ. N. Çынсем пек хытса пурнаймарăм. Сред. Юм. Хытнă — 1) стал скупее, 2) затвердел, З) помер (в насмешку).

хытар

(хыдар), понуд, ф. от гл. хыт. Изамб. Т. Кĕрĕве тумлантарма тытăнсан, кĕрӳ аллисене хытарчĕ те, ниепле те халатне (поддевку) хывма памаст. Бгтр. Вопăр пĕтĕм кĕлеткине хытарса лартиччен. N. Ăçта каян, чĕкеç, çумăр витĕр, çунат вĕçĕсене ай хытарса. Альш. Салма пек, лапчăтса кăмакана лартса хытарат чашкăпа. N. Çăкăра хытарса ярап. || Закрутить. Сред. Юм. Терĕш хытар. || Сжимать. Ёково. Чĕччине хытарат, сжимает соски и не выпускает молоко (о корове). || ЧП. Чунне хытарса çӳрет. Ходит, скрепя сердце. N. Хăй тăванĕнчен кăмăлне хытарса пурăнакана епле çын юраттăр. || N. Лешĕ вĕсене хытарса каланă (сказал строго). Н. Лебеж. Сăнăма та хытарса сăмах хушрăм, виççĕр манет укçана илĕр, терĕм. Юрк. Çак килте хытарса пĕр сăмах ан калăр. N. Ачăрсене Хусана ярас-тăвас пулсан, çак эпĕ каланă пек вĕрентсе хытарса ярăр. || Уговаривать. Никит. Матки Ивана (говорила Ивану жена : сутах парас пулать, ахаль пулмас, тесе хытарчĕ. || Учить. Ачач. 21. Каяс пулать сурăх çитерме! тесе каланă пĕрре çиллĕ сасăпа. Апла каласа вăл ывăлне хытарма шутланă мĕн. Кан. Хытармалла. Надо проучить.

хытса кай

затвердеть; окоченеть. Кĕвĕсем. Кайăксем тăраççĕ тăнласа хытса кайнă сăнĕсемпе. Янш.-Норв. Хам хăранипе шăм пек хытса кайнă, пĕр вырăнтан та тапранаймастăп. Ib. Эпĕ: кăсемпеле мĕн пулат-ха, тесе, хăранипе ни пăшал пеме пĕлмесĕр, пĕтĕмпех хытса кайрăм. СЧЧ. Пичче; вăл апла каласан, тата пушшĕ, ăш хытса кайиччен кулатăп, тет. А брат говорит: „После его этих слов я стал хохотать еще пуще“. Изамб. Т. Хамăр хăранипе хытнă та кайнă. || Изумляться. Баран. 37. Ерешмен çине Иван ăнтан кайса пăхса выртнă, халиччен курман пек ăна пăхса хытнă кайнă. N. Н. И. вуласа хытса карĕ, каçса кайса.

хытă

(хыды̆), твердый, жесткий. N. Хытă çĕр, жесткая земля. Ст. Чек. Хытă (о железе). Чув. пр. о пог. 167. Хытă, хыт тăрать (о твердом облаке, с резкими очертаниями). Эпир çур. çĕршыв 10. Пирĕн тырă та курăк та ĕлĕк хытă пулнă вырăнтах питĕ селĕм пулать. || Жесткий (о воде). Вишн. 67. Хытă шыв та аван мар, ун ăшĕнче пăрçа та лайăх сарăлмасть, чей те пиçмест, ĕçме те хытă вăл. || Твердое, жесткое. С. Дув. Хытă юман хыттине касса турпас тухмарĕ; хытă пуян ывăлне ытса укçа памарĕ. N. Мĕн çирĕн? — Хыттипе çемçи. Череп. Чĕре анине хытă кĕрет (подваливает под сердце). || Тяжелый, трудный. Собр. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. (Послов.). N. Сан çăварăнтан тухнă сăмахсемшĕн хытă çулсенче те пăрахмарăм. N. Хытă чирпе чирленĕ çын час вилсе кайма та пултарать. N. Питĕ хытă вăрçă варçать. || Тягость, трудность. N. Вăл пурăнăç хыттине те курнă. N. Пурăнăç хытти чак хытă. Жизнь очень трудна. || Скупой, скуповат, скупость. N. Эй, хытă та! ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. Якейк. † Хоячкам четвĕрт пуçлас тет, хĕрпе кĕрӳ кайччăр тет; пирĕн хончкамăн та хытти пор. Регули 1065. Хытăран никама та памасть. N. Майсăр пуянскер пулсан та, хăйĕн хыттипех. || Устойчивый, соблюдающий себя. Шорк. Хытă хĕр. (Употребляется в смысле хорошего поведения). || Жестокий. N. Хытă чĕреллĕ, жестокий. || Тугой (об ухе). Кама 68. Эсĕ, Митьтя, кунтарах лар, сан хăлху хытăрах. См. хытă холхаллă. || Туго. Тимĕр. Хурама та пĕкĕ кӳлме хытă, чӳлĕкне туртсан авăнмас. Альш. † Пилĕкме хытă çыхайрăм, ăсма хытă татайрăм. Ёрдово. Лашине хытă кӳлсен, тавраш ванать, теççĕ. Пухтел. Хытă уçăлать (о туго отворяющейся двери). || Строгий. N. Закон хытă пулнă. N. Ну, кĕрӳ, питĕ хытă алăра пуль-çке, тепле çăлăнса килен. || Твердо, строго. || N. Ăсна хытă тыт, укçуна хĕсĕкрех тыт. || Строго, сурово. || N. Вăл итлемен çынна эпĕ пит хытă тытăп. N. Ăна тата хытăрах тыта пуçланă. ЧП. Арăму хытă тытсан, эс те çӳремĕттĕн çĕр хута. N. Хĕрарăм пулсан та, хăвăн ачусене хытăрах тыт, вĕсем усала ан вĕренччĕр. Сред. Юм. Ачусĕне хытăрах тыт, ôнсăрăн çын пахчине пит кĕреççĕ. N. Ху ăсна хытă тыт. N. Хытă тăр, сурово, строго жить. Истор. Вăл унта хăйне хăй пит хытă тытса усранă. N. Çынна усал ĕç тума хĕтĕртнĕшĕн хытă сут тăваççĕ. || Грубый, грубо, резко. Баран 58. Хытă сăмах каланăшăн каçар мар. (Может быть надо: „Хытă сăмах каланине каçар“?). N. Вĕсем хытă сăмахсем çĕкле-çĕкле калаççĕ. N. Аннене хытă каларăм, эпĕ сума сумарăм. || Крепко. N. † И вĕçес çук, вĕçес çук, çатан карта хытă тытать. N. Халĕ нимех те тумастпăр, Атăлĕ хытă ларман та. Орау. Çывăрса юлăр.— Ăйăхне хытă çывăратпăр-çке те ăна. Баран. 125. Çанталăк сивĕтнĕçемĕн упанăн ăйхи йывăрланса килет, хытăран хытă (все крепче и крепче) çывăра пуçлать. Кан. Çĕршыва сыхлас ĕçе хытăран та хытăрах вăйлатма кирлĕ. N. Хытă çыврать. Спит крепко. || Плотно. N. Куçусене хытăрах хуп. || Громко. Янтик. † Тата хытăрах каласан, хамăра вăй килмĕ-ши? (Вăйă кĕввисем). N. Хытă кала 1) громко, 2) строго. Альш. Пӳртре хăнасем ĕçеççĕ: шавлаççĕ, калаçаççĕ. Сас-чĕвĕ хытах пӳртре. || Терпеливо. N. Вăл çав асапсене пит хытă тӳссе тăнă. || Быстро. N. Эс хытă отатăн! Ты ходишь быстро. Регули 1401. Эп кортăм, пит хытă чопса кайрĕ. || Много. Вишн. 60. Хытă, час çисен: ку çын çиессе те сатур çиет, ĕçлеме те сатур ĕçлет пулĕ, теççĕ. О сохр. здор. 98. Çиессе те хытă çиеççĕ, ĕçлессе те лайăх ĕçлеççĕ. Синерь. Хваттер хуçисем калаç, тет: пирĕн пĕр стряпкă пурччĕ, çав юмаха (сказки) хытă пĕлетчĕ, тесе калаççĕ, тет. Регули 1402. Хытă çият, ĕçлет. Якейк. Эс онпа хытăрах калаç-ха, вăл сана тем те кăтартĕ. А ты говори с ним больше, еще не то будет. Ib. Эс хытăрах шыва кĕр-хе (к этому можно прибавить: пĕтĕмпех те полăн, т. е. еще утонешь). || Здорово. N. Хытă лартать вăл тĕлĕк, шуйттан. || Сильно. Çутт. 62. Кĕркуннехи тăм хытах укнĕ пулмалла. N. Çумăр хытах çуман. Капк. Сывалĕ-ха. Хытах ӳсĕрмест. А.-п. й. 70. Пӳрнески хытăран хытă шăхăрать. N. Вăрçă питĕ хытă вăрçать. N. Патак ил те, хытă ишсе кăларса яр. ЧС. Алă тата хытăрах ырата пуçларĕ. Юрк. Улпут пĕре çапла эрех ĕçсе пит хытă ӳсĕрĕлнĕ. Капк. Эп сире питĕ хытă кĕтрĕм. КВИ. Чул çумĕнче пĕр этем ларать хытă йăнăшса. N. Йăвăçсем хытăран хытă кашла пуçларĕç. А.-п. й. 15. Йытă тус, ытла хытă ан вĕр-ха, атту кашкăр килсе иксĕмĕре те çисе ярĕ,— тет. Ib. 4. Анне пăхса тăман та, яшка хытă вĕренĕ, мулкач хытă вĕренипе хурантан тухнă та ӳкнĕ. || Очень. N. Сана Верук хытă кĕттĕр ( = кĕтрĕ): килет пулĕ, тесе. Альш. Чĕнтĕм хытă, тет: килес, терĕç. Ib. Хăйсене пыма питĕ хытă каларĕçĕ. Чхĕйп. Пит хытă хăранă. Очень боялись. Регули 1403. Хытă çиленчĕ он çине. N. Арăма кĕркунне укçа хытă кирлĕ пулнă (пока добились). Изамб. Т. Пурсăмăр та пит хытă ӳсĕрĕлтĕмĕр. N. Питĕ хытă тав-тăватăп вăлсене. || Очень хорошо. N. Хотла хытă пĕлетĕп. тетчĕ. || Настойчиво, смело. N. Унта халăхшăн хытă тăракана суйлас пулать. || Крутой (о каше, о яйцах). Чураль-к. Хытă пăтă çимĕттĕм, çăвне кура çиетĕп. Череп. Хытă пиçнĕ çăмарта. О сохр. здор. Çăмарта чĕрĕлле те, калеклĕ пĕçернине те, хытă пĕçернине те çиме юрать. || Назв. болезни. N. Эпĕ хасĕр пăртак сымартарах выртап больницара, хысанаран ăш хытти туртать, и пилĕк ыратать (б. Чист. у.). Ст. Чек. Ăша хытă кĕни. Чăв.-к. Эпĕ ăша хытă кĕнипе ни йĕре пĕлместĕп, ни тăра пĕлместĕп. N. Вилĕм хытти туртнипе (предсмертные судороги). N. Юмăç карчăкки аллине кĕпе айĕнчен хырăм çинелле (мне) чиксе ячĕ те, хырăма аллипе пуса-пуса калать: ак кунта Ишек хытти, ак тата Кипĕт хытти. Ишеке çурта кайса памалла, Кипĕте хур пусса чӳклемеллĕ, тет (от боли в животе). Моя автобиограф. Будучи лет 9 или 10, я заболел какой-то внутренней болезнью. Мать повезла меня к Семеновой старухе. Меня положили вверх лицом. Йомзя подсунула свою руку под мою рубашку и щупала мой живот, при чем говорила: а вот это Ишек хытти (т. е. это жесткое место от Ишаковского бога), а это вот Кипĕт хытти (от киремети Кипĕт) и т. д. Альш. Шыв хытти; ăншăрт хытти; сивĕ хытти; çын çилли хытти; кĕлĕ хытти; вилĕ хытти; вилĕм хытти. Ib. Мананкăкăр айне сивĕ хытти кĕрсе каять та, сывлама йывăр пулать. N. Çын çилли хытти = çын çилли чирĕ. См. çын çилли чирĕ. (вып. ХII, стр. 154). || Назв. поля. Тайба Б.

хытăм

скряга. См. Магн. М. 5, 119, 120. || Яргуньк. Ватă çынсем çăвăрнă чух шăн-шак хытса выртсан, уна хытăм чӳк тесе каланă. (См. хыт чӳк). Уна асанса тăвăпăр тесе, е салат, е хăмла, е çăнăх пĕр çĕре тутăрпа çыхса чул айне хунă, тит, çав чул айĕнче çичĕ çул выртнă, тет. Çич сыпăкран е салтака кайнă ачана кĕтнĕ, е качча кайнă хĕрсене шыраса йĕрлесе тупнă та, вăсем вара салат, хăмла, çăнăх вăсенчен пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тунă, тет. Вара çич сыпăкри хурăнташĕсене сăра тунă, тата пухнă çăнăхсенчен юсман тунă та, сăрине ĕçнĕ чухне, пĕри те каланă, тепри те каланă: хытарса пăрахать, тесе; вара турăмăр-ха, тӳрлени-ха, тенĕ.

хытă хôлхаллă

тугоухий. Сред. Юм. Пит хытă хôлхаллă ôлă, ĕç хôшсан пĕр те тума хытланмас. См. хытă.

хытлан

то же, что хăтлан. Изамб. Т. Акă ӳлмĕрен тата çапла хытлансан сута парăп. Сред. Юм. Икĕ пуçлă çын хытланнă поль она. Говорят, когда сделали что-нибудь опасное. Ib. Ним тума аптраса хытланса ларать çав. Делает от нечего делать. N. Чарман полсан, тем хытланĕччĕç. Коракыш. Ĕлĕк çын вилсен мĕн хытланни (древний обычай похорон). Здесь автор относится к этим обычаям, как к самым пустячным вещам, что и выражается у него словом „хытланни“. БАБ. Вăлсем ăçта кайнине, хăйсем мĕн хытланнине пĕр те калаçмарĕç. Янш.-Норв. Çапла хытланса эпир вупăр мĕн иккене пĕлтĕмĕр вара. ЧС. Çапла хытлансан-хытлансан, курма пынă çынсем киле тавăрăнаççĕ. НАК. Эпĕ хăранипеле кăвакала сумкăран часăрах кăлартăм та улпута пама хытланса тăратăп (собираюсь дать). N. Вут хурса вилнĕ çынна хывса хытланнă вăхăтра юпи çуна çинчех выртать. Ст. Чек. Акă вăл эсĕ мĕн хытланнине аçăна каласа парас тет. Он хочет сообщить о том, что ты делаешь, твоему отцу.

хытланăш

повадка. СТИК. Хытланăшĕ пĕр те килĕшмест (повадка: жест, разговор и вообще все проявления характера, манера человека).

хычки

то же, что хăй чикки. Ой-к. Хый çутмали хычки. Собр. Пĕр ăстарикĕн тăват ывăл, тăватăш те кăтра. (Хычки). Синерь. Ун-кун сикĕп, виçĕ пуслăх вырăн тупимăп. (Хычки).

хышанкала

то же, что хышаланкала. Çутт. 45. Йытă кăшт хышанкаларĕ те, карта урлă каçса таçта чупрĕ. Ib. 29. Пĕр виç-тăватă кунтан пирĕн аппа хышанкаласа çӳреме тытăнчĕ.

хышла

то же, что кышла, грызть. Иванова. Çав вăхăтра унăн чӳречи умĕнче пĕр йытă шăм хышласа выртнă. Собр. Çын хышланă шăмма хышласан, шăл сурат, теççĕ. Эпир çур. çĕршыв 9. Хăрăк туратсене пăчăкăсемпе татса пуçтаратпăр, шăшисем хышланă вырăнсене тăм сĕрсе чӳркесе çыхатпăр. || В перен. смысле. Сред. Юм. Мана хышла пуçланă. Про меня начали говорить. Ib. Ешĕл (если) ô ман çинчен тем те пĕр каласа çӳрет пôлсан, эп ôнне пуçне тытса хышлам.

хивсе

(хивзэ), часть ткацкого станка, пришва, пришвица. Мыслец. СТИК. Хивсе, принадлежность ткацкого станка (палка, толщиной с „пуслăх“, кладется поперек стана, есть дырочки, где вдевается „пăртюççи“). Н. Карм. Хивсе — на „хивсе“ навертывается сотканный холст. КС. Н. Седяк. Хивсе, пир тĕртнĕ чух пире çавăн витĕр кăларса чăркаса пыраççĕ, тĕртнĕ чух çакăнпа (хивсепе) пăрса нăкăтаççĕ. Сиктер. Пĕр аппĕш анчах юлать, тет, вăл пир тĕртсе ларать, тет, ун хивси çине ку кайăк пырса ларать, тет. Изамб. Т. Тĕртнĕ пире хивсе çумне чӳркеççĕ.

хир

(хир), приподнимать рычагом, гнуть, разгибать, выдергивать с корнем. См. хаяр. КС. Тункатана рычакпа хирсе кăларчĕç. Капк. Качака сиксе тухрĕ те, рычак йăтнă хăй, хирет кăна, пичкесене ураран рычакпа яра пуçларĕ. Ала 55. Кĕлетĕн пĕр кĕтессине хирсе йăтрĕç çын кĕмелĕх. Кан. Тимĕр лумпа хирсе 250 хăма кăларчĕç (изо льда). Ib. Эпĕр сан çекрет арчуна шĕшлĕпе хирсе уçрăмăр. Çĕнтерчĕ 35. Малтан хăрах хăлхине эмеле ярĕклĕн яртараççĕ, кайран, ыраттарма пуçласан, çыхса пăрахмасăр, çăварне шĕшлĕпе хирмесĕр ĕç те тухмасть. || Срубать или срывать. Альш. Миккул шĕшкĕ каснă чухне шĕшке хирет кăна. Ib. Ачасем вĕт шĕшкĕсене алăпалан хирчĕç кăна (ломали). Сред. Юм. Такам пахчинчен хирсе тохнă ĕнтĕ кô олмана ăсĕм, хăйсĕн пахча çôк ĕнтĕ кăсĕн. КС. Паян вăрманта пушăта хирнĕ вăсам (много нарубили, без счета). Шинер-п. Пӳртӳм хăмисене пуртăсемпе хирсе тăкрăç. Хурамал. Йывăçа нумай кассассăн, хирсе тăкнă, теççĕ. || Натягивать Изамб. Т. Вĕрен лăнчă пулсан, ăна хиреççĕ (натягивают). Ст. Чек. Хивсене пăрт-йывăççипе хиреççĕ (пăраççĕ). || Вертеть. N. Ан хир. Не верти. || В. Олг. Патакпа хирсе кăлар (выгнать побоями). || Бить, разбиваться. Кама 21. Эсĕ çапла вĕт. Санран сиен тумасăр пулать-и. Сан аллусем çын аллисем пек мар вĕт. Хиретĕн вара чашăк-çăпалана. || Истреблять. Изванк. Таках выльăхсене хирсе пурăнать (мур). Ст. Яха-к. Маçилке каларĕ (погадав): вăт ĕнтĕ вăл чӳк сиксе тухрĕ, анчах сирĕн куçăра те курнат, темĕн, вăл епле сире хăвăра выльăх-чĕрлĕхĕрĕ мĕнпех хирсе тăрат (губит). (Туй тавраш тасаттарни). Ib. Эсĕ выльăх-чĕрлĕхе те хирсе ан тăк, çултан çула хутшăнтарса пыр. Не истребляй скота, но приумножай его с года на год. (Из моленья). Истор. Азияра çавăн чух пĕр Тамерлан ятлă хан пур халăхсене хирсе тухнă. КС. Кăçал мур лашасене хирсе карĕ (истребил). Баран. 110. Е вĕсене чир килсе хирсе тухать, е тата усал çанталăкпа пĕтеççĕ (погибают). N. Мур хирĕшшĕ! || Разрушать. Сĕт-к. Хватлă çомăр çуса Мочкаш çинчи, Выл çинчи армансене йăлт хирсе кайнă (армансем татса кайнă). || Пробирать, бранить. N. Хăшĕ-пĕрисем халĕ те ачисене тертлентерсе пĕтереççĕ, ĕçсе килсен хиреççĕ анчах. N. Сăмсуна тасатаймастăн, тесе хирет хайхи ачана. N. Тапратрĕ вăл ачасене хирмешкĕн. || Усиленно работать. || Сред. Юм. Эс туса хирен пôль ĕнтĕ тăта, эп тăваймарăм ĕнтĕ... (с иронией. Смысл: где тебе сделать). Ib. Хирет ĕнтĕ ô. Ну уж он сделает! (Говорят иронически о человеке, не могущем сделать). Ib. Эпир пĕрре иксĕмĕр калемпĕре кайрăмăр та ôнпа, хирет вит ôхмах калĕмпĕре, эп ик çых татнă çĕре виçшер, тватшар çых татать. N. Вăкăр пек (вăпăр пек, вупăр пек) хирет. Усиленно работает. Якейк. Вăсам тырра хиреççĕ анчах. Альш. Темĕн чухлĕ хир хирсе пăрахнă (большое количество поля сжали). Ир. сывл. 34. Килех, илех çавуна, хирсе тăках çаранна.

хирĕл

(хирэ̆л), валиться, падать. Трхбл. Собр. Çĕлен чăмса пырать, çарĕ хирĕлсе пырать. (Утă çулни). N. Хĕçĕ касса пырать, çарĕ хирĕлсе юлать. (Утă çулни). Т. II. Загадки. Çăрттан чăмах пырать, çарĕ хирĕлсе юлать. (Утă çулни). Собр. Çарттан сиксе пырать, çарĕ хирĕлсе пырать. (Утă çăлни). N. Уртемейĕ урăлса выртать, ачисем хирĕлсе выртаççĕ. (Мачча). || В переносн. смысле. Ачач 32. Нумай та иртмест, йăнăшса ахлатни, усал сăмахсемпе вăрçа-вăрçа ылханни çын ăшĕнчен асаплăн хирĕлсе тухать. || Усиленно работать (в пол. ном разгаре). Якейк. Хирĕлсе тыр выраççĕ; тыр вырса хирĕлеççĕ анчах (жатва в полном разгаре). N. Ĕлĕк çапла калатчĕç: Спас çитсен тырра хирĕлсех акаççĕ, тетчĕç. || Вымирать. Орау. Выльăхсем хирĕлеççĕ тесе калаçаççĕ Хирпуçĕнче (вилеççĕ). || Скандалить, ругаться, браниться, остервенеть. Ерех 9. Килне таврăнсан, вăрçма, хирĕлме тытăнать. || СТИК. Паян тем хирĕлсе илчĕ-ха вăл пĕр ушкăн. Сегодня он немножко выходил из себя. Сред. Юм. Эп ним те туман ôна та, çапах манпа пĕрмай хирĕлсе çурет-çке-ха ô. СПВВ. ФИ. Хирĕлни, луш вăрçă шыраса çӳрекен çын, пĕр чарăнмасăр вăрçса пурăнакан çын. КС. Паян халăх çинче хытă хирĕлчĕ вăл (ругался). N. Кинĕ, çавна курсан, пит хирĕле пуçланă, ватă çынна тем каласа вăрçса пĕтернĕ. Хурамал. Тем хирĕлчĕç кĕçĕр йытсем! (неизвестно чему). Ib. Йытсем кĕçĕр (иртнĕ çĕр) хирĕлчĕç (ял йытти пурте вĕрчĕ). Ib. Çынсем çапăçнă чухне калаççĕ: хирĕлеççĕ, теççĕ (пĕри пĕр çĕрте йăванса каять, тепри тепĕр çĕрте йăванса каять). || Задерживаться. Ст. Яха-к. Çук ĕнтĕ, сире ни киремет, ни кĕлĕ, ни çăлкуç тытман, анчах сирĕн килĕш-чиккине пĕр чӳке тасатманнинченех хирĕлсе тăрать. (Туй таврашĕ тасаттарни). || Упрямиться. Альш. Тем хирĕлет ĕнтĕ вăл, теççĕ (упрямится).

хирĕн

гнуться, сгибаться. Ст. Чек. Хирĕнет (хирет хайăрат, ан хайăр, ура хайăрнать, не свертывается на сторону). Ыраш 28. Хирĕнсе ларнă сатворкăна мелникпа Моросăв нимпе те уçса яраймаççĕ. Орау. Сухапуç хирлӳсем хирĕнсе тăраççĕ (перегнуты и привязаны к задней перекладине). N. Ура хирĕнчĕ. Нога подвернулась. Скотолеч. 22. Лашанăн ури путса ларсан, е пĕр-пĕр çĕре хĕсĕнсе хирĕнсен, е ури шуса кайсан, унăн ури сыппи (е пакăлчакĕ) ыратать те, лаша уксахла пуçлать. || Перевернуться. N. Кипкине васкаса çурсан, тьыха кĕсре хырăмĕнче хирĕнме пултарать. Чураль-к. † Хирне-хирне ан макăр, хирĕнсе ӳкен, Потаçăм. (Песня из сказки). О Отстраняться. СТИК. Кăшт хирĕн-ха леррех. Отстранись в сторону, не сходя с места, а только убрав туловище. || Упереться. || Скоситься. Чăвашсем 5. Хирĕнсе ӳкнĕ пулин, хирĕнсе тух, хайрăлса ӳкнĕ пулин, хайрăлса тух, тух куç, тесе виççĕччен сураççĕ вара. || Кочевряжиться. N. Юмăçа (за гаданием) мĕне пырсан та, малтан çапла хирĕнсе туса пĕтеретчĕ те, унтан тин тытăнатчĕ пăхма (она, старуха). || Упрямиться, ломаться, упорствовать, упираться. Альш. N. Мĕн хирĕнсе тăратăн? Хирĕнкĕ, упрямый. Сред. Юм.

хир

(хир), поле. Хурамал. Хир пек аслă пул, вăрман пек пуян пул. Зап. ВНО. Пĕр айкки хир, тепĕр айкки вăрман. Юрк. Апла пулсан, атя эппин, анне, каллех хире пăрçа вырма, тесе амăшне каллех çĕнĕрен хирелле пăрçа вырма чĕне пуçларĕ, тет. А.-п. й. 45. Йепле курман, курнăччĕ, курнăччĕ, хир тăрăх чăлăш-чалăш чупса йĕр çĕтересшĕн çӳретчĕ,— тет тилĕ. Как не видела, она побежала по полю вкось и вкривь, чтобы следы замести. Ib. 81. Иван пĕрре хире кайса пăхать те, пăрçа лайăх шăтнине кура, килне çав тери хавасланса таврăнать. N. Хирте апат тутлă, теççĕ. N. Хирте çара çатма ларать. N. Хир-хир тулли тырă-пулă пултăр пит нумай. N. † Шурта шапа макăрать, хирте çĕлен шăхăрать. Мертлĕ ялĕн хирĕнче ама тăрна кăшкăрать, Елшел ялĕн хирĕнче аçа тăрна кăшкăрать. Икĕшин сасси пĕр килет, çав сасăпа килтĕмĕр. N. Хир — уй. || Степь. Пшкрт., Шорк., Чураль-к. Хир-хир урлă каçрăм, хир-хир ути татрăм. Янтик. Пирĕн аппа-йысна хир-хир урлă, кам куракантан салам ярсамăр. Ст. Чек. Упа каçман вăрман урлă, кайăк каçман хир урлă эпир каçса килсеттĕмĕр. ÇМ. Тăлăх хирте каç пулса килет.

хир енĕ

безлесный (степной) край. Чăвашсем 15. Тата хир енче Раккассипе Елшел хушшинче пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук, тет, вара. N. Хир енсем, жители степного края; вăрман тăршшĕсем, жители лесного края.

хир

край, берег. ЧП. Икĕ çырма юппи тӳрĕ пулĕ, унăн икĕ хирĕ те пĕр пулĕ.

хирĕç

(хирэ̆с’), против. Регули 1304. Эп старика хирĕç лартăм. Ib. 1303. Çиле хирĕç килтĕмĕр. Вăл мана хирĕç килчĕ. N. Сăмсапа сăмса хирĕçех тăмалли çĕре лекрĕмĕр. || По направлению к. Альш. Çухрăм çурă çав яла хирĕç килтĕмĕр. || В (предлог). К.-Кушки. † Тăва хирĕç килтĕмĕр, çавăнпа утсем ывăнчĕç. Альш. Пĕчĕкçĕ лаша — тур лаша, тăва хирĕç туртĕ-и-ха? || Лицом к. Юрк. Тӳртĕн ан вырт, хирĕç вырт. Ой-к. † Арăм та хитре тесе, хирĕç пăхса кулас мар. N. † Хирĕç пăхса авăтать. Кукует, обратившись к ним головой (противоп. тӳртĕн пăхса). Чураль-к. † Хирĕç пăхса кулакан пирĕн варлисем мар-и çав? N. † Тури касăн хĕрĕсем качча хирĕç тăраççĕ, пирĕн касăн хĕрĕсем качча тӳртĕн тăраççĕ. || В сравнении. Рак. Ăна хирĕç нимĕн те тăмас вăл (не стоит). БАБ. Чӳк тавраш кĕллине çав старике хирĕç ăсти пирĕн ялта та çук. N. Начар сухаласан лайăх çĕр çинче те тырă начар пулать, уна хирĕç начар çĕрех лайăхрах тĕплерех сухаласа тырă аксассăн унта та тырă лайăх пулĕ. Юрк. Кĕсем вĕсене пăхнă çĕрте саманине хирĕç пит пысăк патшалăхпа пурăннă. || В ответ, в ответ на. N. Мĕншĕн эсир ырра хирĕç усал турăр? Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ. Вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать сассисене илсе. N. Вара ăна хирĕç упăшки: эпĕ, терĕ, нимĕн те калама пĕлместĕп, терĕ. Юрк. Хирĕç (в ответ) çапма çук (т. е. дать сдачи), нимĕн тума хал çук. N. Мĕн пурне те хирĕç калать, хăйне курас çук. (Сасă). А.-п. й. 29. Мĕн мĕнле майпи-качки, тухăпăр та тарăпăр вăрмана. Эпĕр çуккине курсан, вĕсем хăйсемех хыпăнса ӳкĕç,— тет кăна хирĕç качака таки. Ib. 21. Тепри çаппа çăтăр-çăтăр хуç-каласа хирĕç калать: Эпĕ халь тин çичĕ кашкăр çирĕм те, сан валли юлчĕ-ши ара? — тет. Ib. Халь çавсене тытма каятăп,— тет кăна хирĕç утар хуçи. || Навстречу. Баран. 26. Хăй çавăнтах кашкăра хирĕç пĕр кĕтӳ йытă кăларса ярать. Ала 63. † Кĕтнĕ те хăнăр пулсассăн: килях та, тесе, чупса тух. Кĕтмен те хăнăр пулсассăн, пире те хирĕç чупса ан тух. Байгл. Часăрах хирĕç тухрăм та, мĕн пулнине каласа патăм. Имен. Аçуна кала, вăл мана хирĕç ан тохтăр. Ib. Тол çутăлма пуçласан, çынсам хирĕç пума ( = пыма) пуçларĕç. ГФФ. † Хирĕç тохма Натьок пор. Выйти (мне) навстречу — у меня есть Надя. А.-п. й. 9. Ăна хирĕç мулкач пырать. Ib. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. Ib. 11. Пырать кĕсене хирĕç упа. Регули 1303. Вăл мана хирĕç килчĕ. А.-п. й. 56. Кайсан-кайсан, Йăвана хирĕç пĕр хитре хăмăр тилĕ сиксе тухрĕ. || Наперекор, против. N. Нумайĕшĕ ăна хирĕç пыраççĕ. Сунт. Эпĕ мĕн, эпĕ хирĕç мар. || Баран. 124. Упа лăпкă пурнăçа юратать... Хăйне пит хĕсĕк киле пуçласан тин хирĕç тапăнать. || N. Малалла ăшша хирĕç мар, сивве хирĕç. || N. Шăматкуна хирĕç эрнекун. Якейк. Эрнекона хирĕç карăмăр. Поехали в четверг вечером. N. Шăматкуна хирĕç каç. || На. N. Вăл мана хирĕç сиксе тăчĕ. || Изамб. Т. Хирĕç йывăç çурăлмасть. || Вредный, приносящий вред, зло. N. Пур тĕрлĕ хирĕç хаяра та сирсе яр. || Упрямый, назойливый. N. Унăн ачи хирĕç. Его мальчик упрям, назойлив. Ib. Хирĕç çын. N. Хирĕç = кутăн. N. Хирĕçрех çынсем, неуживчивые люди. || Упрямство. N. Хирĕçĕ пур унăн. Упрямство у него есть. || Близкий, кровный (о родстве). N. А хирĕç брак не разрешался и в очень дальних степенях родства.

хирĕç вăрăнни

назв. болезни. Т. Григорьеаа. хирĕç вăрăнсан юмăçсем патне çӳренĕ. Юмăçсем пĕр ывăçа кĕл илеççĕ те çынннне месерле выртараççĕ. Самай пуç тĕлĕнче çаварма пуçлаççĕ те çапла калаççĕ вара: „çĕр таврăнать — таврăнтăр, хĕвел таврăнать — таврăнтăр, уйăх таврăнать — таврăнтăр, çăлтăр таврăнать — таврăнтăр, ял-йыш вăрçса кĕчĕ пуль, кӳршĕ-аршă вăрçса кĕчĕ пуль, сутник-теçетник вăрçса кĕчĕ пуль, арçын вăрçса кĕчĕ пуль, хĕрарăм вăрçса кĕчĕ пуль, сăмахпа чĕнчĕ пуль, сурчăкне сурчĕ пуль, пурте çакăнпала ĕçсе-çисе тухса кайтăр“,— теççĕ те уна, кĕлне кăларса тăкаççĕ те, тата пĕр курка шыв илсе çаплах калаççĕ те, уна та кăларса тăкаççĕ вара. Ягудар. „Икĕ çын ятлаçнă тĕле пулсан, хирĕç вăрăнать. Хирĕç вăрăнсан, поç ыратать, хăсăк килет. Çынна хирĕç вăрăнсан, виç пĕрчĕ хаяр çырли çитереççĕ. Сĕтĕкенне (сок) çăтас полать, йолашкипе çамкана сĕреççĕ, кăкăра сĕреççĕ“, вара хирĕç вăрăнни иртсе каять пулать. Ib. Олма вутине варсăр полсан çаççĕ. Хирĕç вăрăнсан таçаççĕ. Ст. Чек. Хирĕç вăрăнни — çилĕ ӳкни. „Вăл вăрçнă çынна хирĕç пулсан ӳкет, е вăрçнă çын пырса кĕрсен. Çил ӳкни тепĕр чух çынна вĕлерсе те пăрахать. Хăшин çилĕ хаяр пулать: йывăçа та хăртать“. Курм. Хирĕç вăрăннинчен сыватас тесе, пирĕн çакăн пек сăмахсем каланă: „Ылтăм йĕтем, ылтăм йопа; ылтăм йопая хăнча вăрăнчĕ ӳкерчĕ, çавăн чохне тин вăрăнтăр. Кĕмĕл йĕтĕм, кĕмĕл йопа; кĕмĕл йопая хăнча тăм-хаяр вăрăнса ӳкерчĕ, çавăн чохне тин вăрăнтăр мана тăм-хаярĕ. Пăхăр йĕтем, пăхăр йопа; пăхăр йопая хăнча тăм-хаярĕ вăрăнса ӳкерчĕ, çавăн чоне тин вăрăнтăр мана“. См. Магн. М. 152.

хирăçле

против, наперекор. N. Эсĕ ман сăмаха холхана та чикмерĕн, всё хирĕçле петĕн. Капк. Пĕр-пĕрне хирĕçле пуласшăн. N. † Пирĕнпе тантăш хĕрĕсем пĕри те пирĕнпе майлă мар, пурте пире хирĕçле. Сред. Юм. Пĕри сăмахласа тепри ôн сăмаххине пӳлсе пырсан, хирĕçле çиç персе пырать, теççĕ. Г. А. Отрыв. † Кăвакал кăвак, мăй симĕс, юхан шыва хирĕçлĕ, ай ати, ай апай, ялан пире хирĕçле. || В противоположном направлении. Сред. Юм. Утă çăлнă чôхне кôрăк пĕр еннелле тайăлнă полсан, корăк тайăлнă енчен çăлсан, хирĕçле персе тôхрăмăр, теççĕ. N. Хирĕçле пыр. || Ст. Ганьк. Шывĕ хирĕçле юхат-çке, çыранне йăвăр килет-çке. Султангул. Шыв хирĕçле юхминччĕ, хур çунатне хуçминччĕ; çичĕ ютта тухсассăн. Çамрăк пуçма йĕртминччĕ. || Противный (о ветре, о дожде). N. Хирĕçле çил тухнă. Юрк. Хирĕçле килекен çумăр пит вăйлă пулат. Изамб. Т. Сĕвене анса çитнĕ чух çурçĕр енчен хирĕçле вĕре пуçларĕ çил, ниçта кайса кĕмелле мар. || Враждебно. Никит. Эпĕ килес çул çинче икĕ айăккипе сар чечек, пурте хирĕçле пăхаççĕ; çакă уллахри хĕрсем пурте мана кураймаççĕ. ТХКА 26. Карчăка питех шанмасăр пурăнни — Совет саккуне хирĕçлерех пыни пулать пуль те вăл. Кан. Вăрçă хăрушлăхне хирĕçле. || Взаимно. Якейк. Эп паян Хĕлĕп ули панче хирĕçле вырмалла выртăм (в Ст. Чек. алулмаш).

хирĕç

противиться, артачиться, перечить. Шел. II. 63. Япалисене сутас мар тесе, ашши тем пекех хирĕçет (страшно противится продаже вещей): N. Кам вĕсене хирĕçет, çав пире те хирĕçет. || Расстраиваться. N. Манăн пĕтĕм ăшчик хирĕçнĕ. У меня все нутро ходит. Завражн. Варă-хырăмсем йăлтах хирĕçсе карĕç. N. Нумай çисессĕн, вар та хирĕçет ( = ыратать, хырăмра кĕрлет). || Ссориться, вздорить, жить в ссоре, испортиться, не ладиться, стать неудачным. N. Çеме хирĕçсе кайсан, пурăнăç хирĕçсе кайрĕ. N. Выльăх хирĕçет, этем те çиленет. Сред. Юм. Порнăç пĕр хирĕçме пуçласан, хирĕçетех о: пĕлтĕр ини вилчĕ, кăçал каллах лаши вилсе кайрĕ. КС. Пурăнăç хирĕçсе пырать, не ладится жизнь. Ib. Паян ман ахаль (ни с того, ни с сего) ĕç хирĕçсе пырать. Ст. Чек. Ĕç хирĕçет (не везет). N. Эсĕ кӳршĕсене пирĕн çинчен хирĕçсе калаçмалла турăн. Учите детей. Ашшĕ-амăшĕ килĕнче мĕн тăвас тенĕ ăна тума вĕреннĕ ачан ашшĕ килĕнчен пĕрре ярса пуссанах хирĕçмелле пулать. Кан. Буржуйсен хаçачĕсем çапла тунăшăн питĕ хирĕçеççĕ. N. Мĕн хирĕçетĕр (вăрçатăр) пустой! || Капризничать (о ребенке). Альш. Тем пулчĕ ку ачана, хирĕçрĕ, йĕрет, тапкаланать, ним парса нимĕн юраттармалла мар (капризничает).

хисе

то же, что хивсе. Чертаг., В. Олг. Хисе патакĕ. Хорачка. Хисе патак. ЩС. Хисе, катушка, на которую наматывается ткань. Ib. Хисе юпи, столбы. Якейк. Хисе тăратми çинче тăрать. Хисейĕн пĕр пуçĕнче потроççи полать. Он виттĕр пир тирсе илеççĕ. Сред. Юм. Пир хиси, пришва.

хисеп

(х’изэп), счет, количество, число. Юрк. Çапла илсе кайнисенчен пăсăк çынсем нумай тухнă та, хисепе тулман. N. Алла шĕвĕн тухсан, пĕр патак татки илсе, ун çине шĕвĕн хисеп тăрăх карт туса, çын патне пăрахаççĕ, тет. N. Вĕсем çапах куланай ытлашши парса тăман, хăй çĕрĕ хисепĕн анчах тӳленĕ. Баран. 90. Тăвĕ çӳлех мар, тӳрех виçсе хисеп тусан, виç-тăват çухрăм анчах. N. Халăхран уйрăм хисепреччĕ. N. Алăсăр, урасăр-хисеп илет. (Пăтавкка). Н. Карм. Аслă çул хĕрри пушăтлăх, иртсе çӳрен пĕлĕ хисепне. Пазух. † Самар шывĕсенĕн хисепĕ çук. || То, что причитается. Баран. 83. Вăл (подросток) çитĕннĕ çынпа тан ĕçлесе пырайман, çавăнпа хăй хисепне пĕтĕм ушкăн валли апат хатĕрлесе тултарать. || Время. Ст. Чек. Хисеп килеймен-тĕр-ха. Видно, еще не настало время. || Честь, почет. Альш. Хуçа вара хĕрсене, çав хисепе тунăшăн, килĕнчен тухса кайнă чухне пĕр пилĕк пус пек, вунă пус пек укçа парать. N. Мухтав та, хисеп те парса пилленĕ ăна. Турх. Вĕсем виççĕш пĕр пулса, ялан хисеп шыранă. || Почитание, благоговение. || Баран. 131. Тăм çĕрĕн çиелти сийĕнче пулать (встречается). Вăл минерал хисепĕнче çӳрет. || Мысль, ум. N. Ялан вăл пĕр ĕçĕшĕн тăрăшса ларать, мĕн тăвас ĕçĕ унăн хисеп çинче. Ст. Шаймурз. Калаçма хисеп кирлĕ, сӳс тӳме кисеп кирлĕ. (Послов.). || Участь. Баран. 186. Кайран-кайран вĕсене те лешсен хисепех çитнĕ. Регули 1295. Кăлăх хисепе ан попле ытлашши. Ib. 1282. Хисепе ма поплен? Ib. 1282. Пĕр хисепе ан кил.

хисеплĕ

имеющий счет; сосчитанный. ЧП. Эпир уйăрласси хисеплĕ. N. Вăл чул юпа (çухрăмсерен чул юпа) пичетлĕ, пирĕн кунсем хисеплĕ. (Солд. п.). Кĕвĕсем. Пирĕнех те хирсем пит хисеплĕ (сочтены. КС. ). Хисеплийĕн юписем пичетлĕ. Аттепе анненĕн килĕнче пирĕн хĕр ĕмĕрсем хисеплĕ. Стюх. Чие аврн кĕске — тытма çук, хисеплĕ кун çитет — чăтма çук. || Почетный. N. Мавзолее кĕнĕ çĕрте — хисеплĕ хурал. Альш. Уччилни касси — касси те хисеплĕ кас вăл. || Уважаемый, почтенный. Капк. Эсĕ, хисеплĕ Семея Иванович, çул урлă сылтăмалла тыт. || Расчетливый, расчетливо, аккуратно. О земл. Хисеплĕ çын кил-çуртра пĕр çулта мĕн чухлĕ услам илессине малтанах пĕлсе тăрать. N. Мĕнле хисеплĕ тытсан та, кунне 15 пус тухать.

хисте

понуждать, принуждать; понукать. Сред. Юм. СПВВ. НН. Хисте — хуш тенĕ сăмах; ăна вĕренме хисте. СПВВ. Х. Хисте, торопить, стремиться, понуждать. Ст. Чек. Ăна хистемесен, вăл пирĕн ĕçе тăвас çук. Ib. Ăна хистемесен, вăл вĕренес çук. Календ. 1910. Ахаль ĕçлекене хистеме те çук. Истор. Хресченпе пуп таврашĕсене анчах çӳçпе, сухалпа çӳренĕшĕн хистемен. N. Çав ĕçсене те эпир çынсем хистенипе анчах тунă. N. Тита та ӳтне кастарма хистемерĕç. Ст. Чек. Ачăна хисте, часрах ĕçне пĕтертĕр (рабо-ту). А.-п. й. ЭА. Унтан хăйĕн тарçине çапла калать хистесе. Толст. Жилин ăна пĕрмаях хистесе хавшатса пынă, хăй пĕр чарăнмасăр малалла утнă. N. Паçăрах ăна вĕсем апат хатĕрлеме пӳрте хистесе кĕртрĕç. || Гнать. Толст. Хуçи çул урлă часрах каçса каяс тесе лашине хистенĕ. || Упрашивать. БАБ. Ку куркана вара малтанхи пекех хистесе (упрашивая очень) ĕçтермерĕç. || Угощать. Рак. Ан хисте, не угощай. Вĕлле хурчĕ 15. Пуринчен ытла çӳрĕ сапнă карасĕсене хистесе шăнтмасăр лартас пулать. Тюрл. Хистесе тыткаласан, малалла ярать. || Сокращать, сжимать. || Крутить. СПВВ.

хитре

(х’ит’рэ), красивый. Ураскилт. Ах çав хĕр хитре-çке; вăл лайăх арăм пулмалла, хитре хĕр. N. Хитре — чипер = илемлĕ. N. Пурăнăç хитре, жизнь красна. ЧС. Пĕр хитре хура тумтирлĕ çын. А.-п. й. бб. Кайсан-кайсан, Йăвана хирĕç пĕр хитре хăмăр тилĕ сиксе тухать. Ib. 60. Ай сан юрру хитре-çке. N. Хитре инке. N. Витĕр хитре. N. Чипер порăн. Хосанта тесе, он пек, кон пек ан шотла. Онта хитре яшсам нумай поль; хитре яша ытаримасăр, хувăн ĕмĕрна ан иртер. КВИ. Тӳрриперех каласан, хитрех те мар мухтама, начар та мар хурлама. СПВВ. ГЕ. Чип-чипер е пит хитре — тăпăлкки япалана калаççĕ. Ал. цв. 5. Ку чечекрен хитри çук. ГФФ. † Эп савнирен хитререх те, çавах савни йоратмасть. Я красивее своего милого, а все-таки он меня не любит. || Хороший. || Пышный. КВИ. Хура куçлă хĕр инçе хăйĕн хитре пӳртĕнче. Черноокая далеко в пышном тереме своем. || Якейк. Кон чĕлхи-çăварĕ пит хитре (очень красноречив). || Худой (о человеке). Календ. 1904. || Красиво, мелодично. Шурăм-п. Туй ачисем ун хыççăн питĕ хитре юрлаççĕ. || Красавец (-ица). N. Халĕ те кĕтет пулĕ пĕр хитре. || Красота. Шетмĕ. Он хитринчен тĕллĕннĕ. || Хитрость. Ала 28°. Çавă Йевкене вăл хăй хитрея вĕрентнĕ (научил хитростям), тет.

ху

ты сам, себя. КВИ. Эпĕ асап курнишĕн ху айăплă, эпĕ мар. N. Эсĕ ху, ты сам. Юрк. Ху пĕлетĕн, эпĕ уншăн хĕрĕх тенкĕ тӳлерĕм. КС. Ху патна, ху пек. N. Ху пĕлсе ху пурăн, тенĕ. А.-п. й. 16. Илсе кай мана та хупа. СТИК. Ху каланă сăмахă хăна çаврăнса çиттĕр. (Ылханнă çынна хирĕç тавăрса калаççĕ). || Твой, свой. N. Хăвăнтан ан кăлар. Не расходуй своих денег. N. Эсĕ ху укçуна çухатрăн. А.-п. й. 45. Ларт хăвăн çурăму çине утлантарса, вара çул кăтартăп. Посади на свою спину, тогда покажу дорогу. Альш. Ялта ырă çын кирлĕ, ху тенĕ çин кирлĕ: ялпа ял пĕр тăрат. N. Эсĕ уншăн кулянса, çунса ан пурăн, санăн ĕнтĕ хăвăн хăвна çитрĕ пулĕ. N. Ху чĕлхӳне пĕлекене нумай çăмăл пулать тĕнчере пурăнма. Юрк. Йытă пӳрт çине пăхса улани çын вилессе пулат. Ху пуçна пултăр, тесен çынна сиен пулмаст. Тип-Сир. Пичĕшĕ ăна каланă: халĕ мĕнле кайса илес ĕнтĕ ăна, тенĕ. Шăллĕ каланă: эй, ухмах! ăçтан кайса илен ăна, кайсассăн та ху пуçна çиме кайни анчах пулат, тенĕ. Эльгер. Чăваш çынни, паттăрлан; ху ĕмĕрне ан çывăр.

ху

то же, что хыв, класть, накладывать. Сятра. Пĕр арăм çăпата ăшня сĕлĕ хуса, тет те, туртса пырат, тет. В. Олг. Кăмака ху, класть печь. Пшкрт. Торайсам тырă хуса каяччă (везут). N. В Б. Карачкине говорят: навос хуас, а в В. Олгашах: навос тиес. || Ставить. Панклеи. Пăлтăртан тавăрнсан çак старик çăнăха сĕтпе çупа çăрчĕ те, пĕр пашалу туса кăмакана хурĕ. N. Икĕ пăт салат хурăм. N. † Салат хурăм ерипе. || Метать стог. Ой-к. Вара Иван çĕлен пуçне касса татрĕ те, копаласа вуникĕ купа капан хуса хăварчĕ, тет. || Вить (гнездо). Янгильд. Мĕн пор кайăксем те хĕпĕртесе йорласа, йăва хуса, çурă кăлара поçлаççĕ. || Заносить. N. Вăрçă патĕнче юр пит нумай хунă, теççĕ. Якейк. Пӳрте йор хуса лартнă (занесло). Ib. Çол çинче йор хуса лартнипе çӳремелли та çок. || Наливать (чай, молоко). Пшкрт. Сятра. Сивĕ шу хуса лартаччă, тет, коршока çăлтан, хôл ăшшине лартаччă, тет, каран. || Снимать. Янгильд. Пăшалне хулпуççи çинчен хурĕ те, мулкача тĕлесе çатлаттарчĕ. || N. Сан ачусем пурте хуна хунă. || Приносить жертву покойнику. Изванк. Хăнасем килсен, чи малтан икерчĕсемпе, çӳхӳсемпе хурĕç (поминки). Ib. Хайхи тьыха ашне пĕçерсе, киле йăтса тавăрăнчĕç те, хурантан ашне туртса кăларса, пурте - пĕрер хут пĕчик чашăк çине хурĕç. Унччен те пулмарĕ, кăнтăрла пĕçернĕ сурăх ашне, чăх ашне, така ашне чашăкпа сĕтел çине лартса, çав пӳртре миçе çин пур, çавăн чул валĕ турĕç. Пĕри алăк патне, пĕр пушă сăра хуран лартса, ун çумне пичке пуçласа ăсса килнĕ сăрана шăпанпа лартрĕ. Ыттисем вара çав хурана харпăр хăй аш пайне таткаласа, сăрапа пĕрле: санăн ăвăнта пултăр, ĕç те çи, эпир сана асăнăпăр, эсĕ пире ан асăн, мĕн панине илмесĕр пăшăрханса ан тăр, ыррине çавăрса кил, усала карта хыçне çавăрса яр, тесе пурте хурĕç. ЧС. Çисе тăрансан ĕçтеркелерĕç те, вара хума тапратрĕç (на похоронах). Ст. Шаймурз. Турăран ырлăх антăр, этемрен сиплĕх пултăр, аминь, ху. (Из моления).

хой

он сам. См. хăй. Мижули. Унăн сохалли виçĕ чалăш, а хой пĕр чалăш полнă.

хей

бояться, пугаться. Якейк. Эп пасара кайнă чох ман лаша хуйса (напугалась) эп чуть вилмерĕм. Ib. † Ямаш кĕпер — хоп кĕпер, виç çохрăмран ут хуять, ут хуйтарса килтĕмĕр. Шарбаш. Пĕр çухрăмран ут хуять (от громкого стука полевых ворот). Пшкрт. Ут хойсă карă (нельзя удержать), Ib. Ут хойса карă, хатьăрсаня çĕмĕрет. N. Шыв урлă каçнă чухне сасартăках ун лашисем урнă пек пулса хуйса кайнă та, ăна шыра ывăтса янă. Шарбаш. Лаша хуять (в др. гов. ĕрĕхет, асать). N. Лаша хойрĕ, хойса карĕ. N. Хуякан лашава пит усрамаççĕ. || Пугать. Начерт. 189.

хуйхăр

(хуjhы̆р), горевать, печалиться. Регули 55. Ут сотмаллишăн ан хуйхăр. N. Пирĕн питĕ хуйхăрса ыйăх та килми пулчĕ. А.-п. й. 103. Чухăн хуйхăрса килне таврăнчĕ те, хĕрне каласа пачĕ. Бедняк с горечью понес кудель домой и рассказал о своем горе дочери. || Тосковать. || Беспокоиться. Орау. Сăхман арки пĕр енчи усăкрах пулнă та, эпĕ уншăн хуйхăрмастăп. ЧС. Якуркка кăмака айĕнче пĕр хуйхăрмасăр выртать.

хуйхăрт

понуд. ф. от гл. хуйхăр. Юрк. Ăсан кайĕкĕ иленчĕ (к березе), хурчăки пычĕ — хуйхăртрĕ. Ст. Чек. Каяс-ха, унпа хуйхăртса калаçас. СТИК. Эсĕ çак япала çинчен пĕр те хуйхартмастăн-ĕçке (не заботишься). Ib. Çынсен ачи-пăчисем темле пит ăслă пулаççĕ: вунпиллĕкре кăна-ха, халех ват çын пек хуйхăртса калаçаççĕ (серьезно, заботливо говорят).

хуйхăрттар

вдвойне понуд. ф. от гл. хуйхăр. N. Мана сывлăш çавăрма памасăр хуйхăрттаракан ăçтан мана илтесси пур, тийĕттĕм. N. Пире пĕр ĕç пит хуйхăрттарса тăрать.

Хула вырăнĕ

хула вырĕн, назв. урочища. Янших Б. Пиртен пĕр çухрăмра хула вырĕн пур, ĕлĕк унта хула пулнă тет, çавăнпа хула вырĕн, тенĕ.

хулă

холă, прут. СПВВ. Х. Çумăр хулă пек ярать (Козм.). N. Хулă чухне авмасан, патак пулсан авасси хĕн ЧП. Хурама хулли. Юрк. Виçĕ хулла пĕрле тытсассăн, вĕсене часах хуçас çук пĕр хулла тытсассăн, ăна хуçма вăй кирлĕ мар. Б. Яныши. Апи мана пӳртре тытрĕ те, ăслани холăпа парчĕ. Орау. Унтан кашни ачине хулăпа тиверет. (Игра в хура туя). КС. Шорк. Хулăпа чашлаттарчĕ ( = чăвăшлаттарчĕ). Тогаево. Çав вăрмантан вара никам та пĕр холă татки хуçман, тет. || Проволока. Сятра. Тимĕр хулă. Халă пĕрне, корзина. Курм.

хулăмăшĕ

холăмăшĕ, толщина. Пшкрт. Порня холăмшă. Ярмушка-к. Хулăмăшĕ пур çĕрте те пĕр пекех хулăм, хĕç-тимĕр хулăмăшĕ иккĕ пулĕ (в два раза толще).

хулăннăш

толщина. N. Çӳхе чĕлĕ касса çисен, тăранаймасть, унăн тата çиесси килет; чĕллине вăл пĕр виçĕ пӳрне хулăннăшрех касса илсен, тăранать.

хуллен

медленный, медленно; тихо, тихонько, потихоньку. А.-п. й. 87. Сахар ирпе тăрать те, хăй ĕвине çавăтса, хуллен утать хулана. Ib. 91. Вăрман хĕрне çитрĕç те, хуллен пырса чарăнчĕç. Альш. Пулĕ-ха хуллен-хуллен. N. Çавăн пек пурăнăçпа çамрăк çын хуллен-хулленех кил шухăшне манса пырать. Эльгер. Хуллен вăркăшать кăн-кăвак сывлăш. Альш. Хуллен кăна калаçкаласа пыраççĕ. Ст. Чек. Хуллен (тихо) хăвала; хуллен (медленно) кайса кил. КВИ. Чул ту пĕр пĕччен хуллен йĕрет, хурланать. Одиноко он стоит, задумался глубоко и тихонько плачет он в пустыне. || Постепенно. Альш. Çапла хуллен-хуллен пĕтнĕ вăл хрессем (постепенно пропали, исчезли кресты на кладбище).

хултăртат

холтăртат (хулды̆ртат), стучать, грохотать (глухо). Шарбаш. Навус тăкнă урапи холтăртатни килĕшмест. N. Çĕрĕн-конĕн аслати авăтнă пек холтăртатса тăрать (пальба). Сунт. Ялăн пĕр айккинче икĕ çил арман холтăртатса лараççĕ. Б. Олг. Эп хăпартăм аслăк çине вольăхсене апат пама, аннă чох копарча çинче холтăртатса антăм. Ib. Перĕн саранче поскилсем кисе темĕскер холтăртатат, косăр, ачасам, кайса пăхăр-ха. Ачач 9. Çул хĕрринче пĕр çĕртех виçĕ çил арманĕ кивелсе хултăртатса ларнине куратăр.

холтăрки

неизв. сл. N. Тата, йăмăксем, сирĕн патра пĕр-ик сăмах çырам-ха. Калăр саламсем: пĕрре холтăркине, тепре çемçине, тата манне.

хулха

холха (холhа), ухо. ЧС. Вара вĕсем калани кăшт хулхана кĕретчĕ. КС. Хулхăна касам ак. Якейк. Холха панче кăçкăрчĕ. Ib. Холха патнех пырса кăçкăрч. Ib. Он сăмахне итлесе ман холха йăлăхрĕ ĕнтĕ. Хочехмат. Ивана калать: ман пĕр хулхинчен кĕрсе тепĕр хулхипе тух. N. Сылтăм холха янтăрасан. Если звенит в правом ухе. N. Холха котне шорă тĕк шăтать поль. Шибач. Холха хытă онăн (не слышит). Сред. Юм. Хытă холхаллă (называют таких, кто делает дело после того только, как уже скажут три-четыре раза). N. Пирĕн патра конĕн-çĕрĕн аслати çапнă пек пĕр маях çĕмĕрлет, холхаран та каймасть пушка пени сасси. N. Сан холху йохать-и? Сред. Юм. Он хôлхи шăтăк мĕн-çке. Он, оказывается, понимает наш язык. || Концы верхних бревен сруба, выпущенные дольше нижних бревен. || Расстояние между берегом и мостом. Хирле-Сир. Паян ман арман сылтăм холхине çĕмĕрсе кар. Ib. Солахай холхая кĕт питĕрмелле-хе. || Сӳсмен хулхи, гужи.

хулха çакки

холхи çакки, назв. женского украшення; серьги. Орау. Пĕр арăн ĕлĕк хулхи çаккине хăнана кайсан çухатнă, тет. Икково. Паян Марья акай холха çакки çакма Варккăнне холха шăтарса ячĕ. Ib. Холха çакки çинче чĕн çине тенкĕсем çакнă; виçĕ вĕçлĕ, кашнă вĕçĕнче пĕрер тенкĕлĕх тенкĕ; холхаран çакаççĕ. Шибач. Холха çакки — украшение из монет. Начерт. 190. Холха çакки, борок бисерный, привешиваемый к серьгам. Якейк. Хĕрсем ĕлĕк холха çакки (тенкĕрен) çакнă (хĕрарăм йосавĕ). Ib. Пĕр шыт тăршши çинче сăран çине пĕрер тенкĕлĕх тенкĕсем çакаççĕ; пĕр вĕçне холхаран çакма онкă тăваççĕ, çавна холха çакки теççĕ. Н Одуванчик (раст.). Ядр.

хулху

крупный, высокий (о лошади). Орау. Хулху = пысăкрах. Сан лаша маннинчен хулхурах, пĕтеврех, çӳллĕрех. Ib. Манăн лаша саннинчен хулхурах (побольше корлусон и вышиной). Ib. Паян пасара пĕр турă лаша илсе тухнă, хăй чух (немного) пирĕн хура лашаран хулхурах та çав, хитре тенипе хитре çав. || Толстый. N. Хулху = хулăн (толстый, выльăх, çын). || Якейк. Шор колачне касмашкăн холху çĕççи кирлĕ, тет, холху çĕççи тумашкăн тияк ачи кирлĕ, тет. || Удобренный навозом (о земле). Якейк. Холху çĕр = навослă çĕр. || Неплотно, неполно, слабо. Икково. Холху тăянă ( = тиенĕ). Шорк. Арпине мăйăха пит холху тултарнă. (Очень слабо набито). Якейк. Вăл мана пĕр пăтакка омма холху пачĕ ( = кĕт тулимирах пачĕ).

хомăт

(хомыт), хомут. Пшкрт., В. Олг. N. Пĕр осал хомăт порччĕ, она та полса такам исе кайнă. См. хăмăт.

хумăш

хомăш, камыш, sciopus lacustris. Шибач., Пшкрт., В. Олг. НР. † Атăл урлă леш енче çипрен çинçе хумăш пур. За Волгой, на той стороне, тоньше нитки камыш растет. ГФФ. † Хомăш котне пăр шăнсан, хĕл полнине тин пĕлчĕç. Только тогда узнали, что наступила зима, когда обледенели комли камышей. Шорк. Çĕнĕ йорă тохиччен ăна хомăш йорлат, тет, вара çынсем те йорлама поçлаççĕ, тет; анчах хомăш йоррине порте илтимаççĕ, тăнланимаççĕ, тет. Цив. Пĕвĕм-сийĕм пурччĕ ман, Атăл хĕрĕнчи хумаш пек. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуникĕ ана тулă акрăмăр, кучĕ пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Хорачка. Хомăшпа лотка (катка) хомăшлаччă.

хуна

хона, отросток. Сред. Юм, Хона — каснă тонката çôмĕнчен шăтса тôхакан çамрăк йывăçа калаççĕ. Шурăм-п. Хуна юман. Шорк. Хона йоман, молодой дуб, ствол которого в диаметре 11/2 — 2 четверти аршина. Шибач (Конăрля-Янасал). Хона йоман, молодой дуб. НР. † Олăх тăрăх ут çолтăм, хуна юмана тĕл полтăм. На лугу я косил, на молодой дуб наткнулся. Коракыш. Мăн çул хĕринче хуна юман, тĕнĕл пуç тименни пĕр кун çук. См. хунав.

хунав

росток, отросток. Абыз. ЧС. Пилеш хунавĕ. М. Сунч. Çăмăр хыçĕнчен хунав карĕ, тет (взошли запоздавшие всходы). Дик. леб 52. Елисана çунтарма чĕртнĕ вутăсем пурте тымар ярса, çамрăк хунав кăларнă. Кан. Çулла кашни кун унтан та, кунтан та лавĕ-лавĕпех çамрăк хунава касса турттарчĕç. N. Лашасене хунавра çӳреттерет. N. Пĕр хура вăкăра пĕр маях хунавра çӳретет. ТХКА 54. Сирĕн выльăхсем вăрманти хунава ватса пĕтереççĕ. || Молодой, мелкий (о деревьях). ЙФН. † Эпĕр каялла киличчен хунав йăвăç йăвăç пулĕ. (Солд. п.). Кан. Вăрманĕнче шултра йăвăç çук, хунавтарах йăвăçсем анчах. Ib. Çамрăк хунав юманлăха веç-веç пĕтерчĕç. Ачач 15. Хунав çăкапа курăк кĕпçисенчен тунă шăхличăсемпе ташă-юрă кĕввисем каланисем,— пурте, пурте аса килеççĕ çав. Орау. Хуçăлса ӳксе шыва путнă хунав йăмра турачĕсем. Ск. и пред. чув. 39. Миçен ял ĕçне тăватчĕç ĕлĕк, эсĕ хунав юман пулнă вăхăтра? || Молодые побеги (дуба).

хунĕ

тесть. Собр. Хунĕ хĕрĕ хура кĕççе çинче ларат. (Йĕтем юпи). ГТТ. Пĕр пуçĕнче хунĕ, тепĕр пуçĕнче кĕрӳ. Хунĕ тĕпелте калать, кĕру алăк патĕнче сыхлать. А.-п. й. 77. Хунĕ Ваçлейрен тĕлĕнет. Тесть удивляется. Ib. 77. Хунĕ ыйтать. Тесть спрашивает. Ib. 77. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 77. Каласанах, хунĕсем киле кайрĕç. Он рассказал, и тесть с тещей уехали домой. || Сват. А.-п. й. 77. Çимĕкре Ваçлей хăна пуçтарчĕ. Хунĕсене те чĕнчĕ. В семик Василий позвал в гости сватьев.

хуняма

хоняма, свекровь, теща. В. Олг. Хоняма, теща. Изамб. Т. Хунямам, свекровь моя. Ib. Хуняму — мать твоей жены или твоего мужа. Сред. Юм. Хуняму пит савать тесе апат çинĕ çĕре тĕл пôлакан çынна калаççĕ. В. Олг. Сăпаççипа хонь старика ырă срине ĕçтернĕшĕн, сăпаççипă хонямая ырă апат-çимĕçне çитернĕшĕн. Якейк. Хунямая йорас тесен пуçна кăшăл çапса пыр. Юрк. Хуняманăн пĕр кинĕ эпĕ пулăттăм, ĕçкĕрен ĕçке эпĕ çӳрĕттĕм.

хонямăш

хонямăшĕ, хонямĕшĕ, хонямĕш, свекровь; теща (его). А.-п. й. 73. Хунямĕшĕ Ваçлее пĕр пăтавкка салат тата тепĕр витре какай тыттарса ярать. Теща отпускает зятю пул солоду и одно железное ведро с мясом. СЧУШ. Çиме хатĕрленĕ çĕре пырса кĕрсен, пырса кĕрекенне хунямăш пуласси савать тет. Сред. Юм. Хунямăш тăприпе кинĕ тăпри пĕр теççĕ. Хунямăшпе кинĕ пĕр пикех полаççĕ тессине çапла калаççĕ. Какова свекровь, такова и невестка. (Послов.). Ст. Чек. Хунямăш тăприпе кинĕ тăпри пурĕ пĕр. Радушие свекрови имеет одинаковую силу с радушием снохи (так что сноха может заменить при гостях свою свекровь в случае, если свекрови нет дома). ГФФ. † Ĕнсе шăмми ленчешки кăмака омĕнче торийман, хонямĕшне йорийман. Та, у которой слаба затылочная кость не могла стоять у печки и не смогла угодить свекрови.

хуп

лубок. N. Виç тенкĕлĕх курăс хупĕ илтĕм. Пазух. † Çурту çине мĕн витнĕ, мĕн витнĕ? Хăмăш касса хуп витнĕ, хуп витнĕ, Ст. Чек. Алăк çинче хуп татăкĕ. (Хушпу хыçĕ). Трхбл. Пӳрт кĕтессине хуп тăратрăм. (Хушпу хыçĕ). Букв. Пӳрт хыçне хуп тăратнă. Бур. Çавăн чухне пĕр çын хуп тиесе кайнă. Артюшк. Кăвак кăварчин хуп хушшинче, çунат мĕлки кил картиш варринче. Вил. йăли. Çунă чух малтан пурт варрине урайне хуп хураççĕ. N. Пирĕн ялпа вăсен ялĕ хушшинче ката пур, унта хуп (вилĕ турпас) пăрахаççĕ. || Падаль. || В переносном значении. N. Хуп турттарать = çывăрать. (Çын çывăрнă чухне хуп сĕтĕрнĕ чухнехи пек хашлатать). СПВВ. НН. Хуп турттарать тени — çывăрать тени. Вăл хуп турттарма кайрĕ тени — ыйха карĕ тени пулать.

хуп кĕпер

хоп к., лубяной мост, т. е. мост, устроенный примитивно для проезда через топще место посредством завала коры, остающейся после снятия мочала с лубка. N. Хуп кĕпер Торхан патĕнчи (Çĕмĕрле р.) улăхра пурччĕ. N. Муçырма ялĕнчен тухсан З çухрăм иртсен, çул улăхпа выртать. Кунта вара пĕр ана тăршшĕ пулĕ хуп кĕпер каять, путса ларасран хăрушă. N. 60 çухрăм сĕм вăрман урлă каçнă чух тĕл пултăмăр пĕр хуп кĕпер. (Мăн кĕрӳ такмакĕ). Переезжая через лес дремучий в 60 верст, повстречали один лубяной мост. N. Хуп кĕпер çинче пĕр чашкăрса выртакан хура çĕлен куртăмăр. (Мăн кĕрӳ такмакĕ). Янтик. Эй хуп кĕпер, хуп кĕпер, хумханмасăр каçрăмăр. || Назв. селения Большое Бисярино (в б. Тетюшск. у.). N. Хоп Кĕпер, назв. селения в б. Козмодемьянск. у.

хупла

хопла, снимать кору с лыка. В. Олг. Пошăт хопла, снимать кору с лыка, чтобы очистить его для плетения лаптей. Янш.-Норв. Хупласа пушăт туса, йӳплĕ çула пĕр çĕре çыхса хутăмăр. || Обить, обшить лубками. В. Олг. Çона хопла. ( КС. Çунана хуп хур).

хуплăх

липовая кора, из которой можно сделать луб. Сред. Юм. Чураль-к. Пĕр ен хуплăх, тепĕр ен пасарлăх. (Шӳлкеме). Г. II. Загадки. Пĕр енĕ мăклăх, тепĕр енĕ хуплăх. (Тир).

хуп

хоп, закрывать. ГФФ. † Окошкине хопинă та, краççыннинет сӳнтернĕ. И окна закрыты, и лампа потушена. Альш. Çӳлĕ тусем çинче виç çуна, унăн çи виттисем шур кушма. Уçатăп, хупатăп, ай, эп ăна, унăн йĕри-тавра каптăрма. Я. У. Вăл маншăн нихçан та куç хупмасть (не смыкает очи). Г. А. Отрыв. Хупăлчи унăн уçмалла-хупмалла, унтан уйăрлмасть вăл ĕмĕрте те. || Затворять. N. Кай-ха, алăка хуп-ха. А.-п. й. 66. Чупса пырса алăка хупать, тет. Ib. 42. Хапхине хупмасăрах хăварчĕ хăй. || Захлопнуть. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пăс кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. || Спрятать, посадить под что. Якейк. † Ăмăрт кайăк ман варлич, çунатти айне хопимар, ман пĕр пуçа çăлимар. Качал. Хĕрĕ сараппан айне хупрĕ Йăвана. Тораево. Ырçа айне хуп, посадить под короб. || Запирать. Оп. ис. ч. II. Атте сурăхсене картана хупса хунă. Отец запер овец в хлев. А.-п. й. ЮЗ. Кĕркури кăрккине качакасемпе пĕрле кайса хупать. Ib. 67. Пӳрте çута хупатăп, тет. Ib. 76. Унччен те пулмарĕ, нушана пырĕнчен ярса тытса: „Арăм, тыт урисенчен, нушана тĕрмене хупар!“ — тесе кăшкăрса ячĕ. Вдруг берет нужду за горло и кричит жене: „Держи за ноги! Запрем нужду в тюрьму!“ И. Тукт. Ĕмĕрĕ иртет Çĕпĕр çĕрĕнче. Çĕпĕр çĕрĕнче, патша тĕрминче, читлĕхе хупнă ăмăрткайăк пек... Янтик. Ку лашана кăçал хĕлĕпех çак витене хупса тăтăмăр (пурăнтăмăр). N. Лашана витене хупас, или: хупса хурас или: тăратас. || Посадить (напр. в тюрьму). Изамб. Т. Сут тусан ăна сакăр уйăха хупрĕçĕ. А.-п. й. 76. Эсĕ чи пысăк арчуна пушат-ха, эпĕр çав нушана ун ăшне тытса хупса асăнтарар-ха пĕрре,— тет Ваçлей арăмне. Он говорит жене: „Ты опростай самый большой сундук. Схватим нужду и посадим в сундук. Пусть помнит о своих делах“. || Макка 45. Путĕр-путĕр путене, хупсан хуплу пулмĕ-ши? || Зажать. Г. А. Отрыв. Иван пĕç хушшине хупрĕ те (кобылу), çиччас виççĕ çаврăнчĕ (вокруг озера). Капк. Ашшĕ тытрĕ те, пĕç хушшине хупсах вĕлтренпе ĕнтсе илчĕ. ТХКА 107. Пуртăсене хул хушшине хупрăмăр. Чертаг. † Ах, шăллăм Ентри пур, шăл хушшинчен кăларса хул хушшине хупрăмăр; хул хушшинчен кăларса крӳве лартса килтĕмĕр. Çамр. хр. Хул хушшине хупсах йăтса кайнă. || Съесть. СТИК. Икĕ кĕрепенкке кулачча хупрĕ вĕтĕ ку! Съел два фунта калача. || Употребляется в сочетании со словом сехре. См. сехре хоппи (вып. ХI), хăп, хып. Ала 93°. Ашшĕне курсанах, ачанăн сехри хупса тухăрĕ, тет (перепугался).

хупăлан

покрыться струпом. N. Çав хупăланса юлнă чечек (оспа) вара пĕр виç-тăват кун тăрсан тăкăнат. || Лупиться. N. Хуппя хупăланса ӳкрĕ.

хунăм

миг. Альш. Пĕр куç хупăмĕнче кайрĕ пĕтĕм касса вут тивертсе. (Пожар).

хупса хур

запереть. N. Хупса хурсан та тӳрленеймест, пĕр вĕреннĕ ĕç хăйĕннех тăват. ЧС. Сурăхсем шывшăн пулĕ-ха, тесе пусран прик сутне шыв кăлартăм та, ĕçтерсе картана хупса хутăм.

хупăрла

обить соломой с наружной стороны. N. Ампар хыçне чипер хупăрлайрăр-а? || Покрывать. Хурамал. Пĕлĕт хупăрласа илчĕ (обложило). Сарат. Кругом (йĕри-тавра) çумăр хупăрласа илчĕ. Изамб. Т. Асатса янă чухне, хĕр лашисене те, çынсене те пӳркенчĕкпе хупăрласа (покрывая) асăнса йĕрет. || Кутать. Ашшĕ амăшне. Тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа... || Окружить. N. Тĕтĕм хупăрласе илчĕ. Зап. ВНО. Лашана касуçсем хупăрланă. Табунщики окружили лошадь. || Загонять. Альш. Етременпе пахчасем хутлăхне шыв хĕррипе тытман карта тавраш: унта çерем; кĕтӳ хупăрлаççĕ, кĕпе çăваççĕ. Чебокс. Унтан пĕр кĕтессе хупăрларăмăр та, автан тухса тарма хытланчĕ. Зап. ВНО. † Сарă чипер кайăка тулă сапса тытрăмăр, Ерхип валли Марйине хупăрласа тытрăмăр. Тюрл. Кĕтӳ хопăрлаканни (собирается в полдень). || Притеснять (человека). Зап. ВНО. Çав çулхине куланай пама пит хупăрларĕç.

хупăрлан

покрыться, закрыться. Хăр. Поль. 32. Урисем йĕпе тăмпа хупăрланнă. Çутт. 81. Паян тĕнче урăхланнă, шурă тумтир тумланнă симĕс калча хупăрланнă. Сред. Юм. Çанталăк хупăрланса çитрĕ тесе хĕвел курăнми пулсан, çăмăр пĕлĕчĕ пур енчен те хупăрласа илсен калаççĕ. Кан. Хура пĕлĕтсем тискерĕн хупăрланса килсе пĕтĕм çанталăка хупăрласа илеççĕ. || Спрятаться. Т. II. Загадки. Пĕр сăпка айĕнче тăваттăн пĕр тăван çăмăртан хупăрланса лараççĕ. (Ĕне чĕччисем). || Прижаться. N. Пĕр кĕтесре хĕсĕнсе хупăрланса тăратпăр. || Орау. Мĕн кунĕпе пуртре хупăрланса ларатăр. || Собраться. Хорачка. Выльăхсем лăка хопăрланса тăраччă (поçтарăнса).

хупла

хопла, покрывать, N. Хупла, покрыть (çуртана савăтпа). N. Сараппанпе хупласа, покрыв сарафаном. N. Марук аслă ывăлĕпе упăшкине çурнă пĕренесемпе хупласа тунă тĕттĕм сарайне хăварчĕ. N. Тата ан хупла, асту. Альш. Тӳшек ăшне хупласа хучĕç (икерчисене). ЧС. Пит вĕрирен пичĕсене çĕтĕксемпе хупласа тăраççĕ. Якейк. Çаксене порне те хорана ярса вĕретеççĕ те, çĕпрепе четвĕрт кĕленчишне ( = кĕленчи ăшне) ярса хопласа лартаççĕ. || Закрывать. N. Унтан вара пĕтĕм хĕвеле хупларĕ, çирĕм хăлаçран çын курăнмасть. Сред. Юм. Кăмака çăварĕнчен ăшă трук ан тохса кайтăр тесе кăмака çăварне хоплакан листока питлĕх теççĕ. N. Шăтăк çăварне хупланă чул. N. Кăмака çăварне питлĕх хуплани. N. Хĕвел каланă: „Çук, эпĕ вăйлă мар, мана çумăр пĕлĕчĕсем хуплаççĕ“, тенĕ. Якейк. Çил-тăвăл чох хăйăр вĕçсе пĕтĕм пĕлĕтпе хĕвеле хопласа лартать (илет). Шор-к. Чĕпписене хĕрхенсе çунат айне хопласа ларĕ. Кан. Апат-çимĕçе ялан хупласа хурас пулать. N. Кимми ӳпĕнсе хăйне хупласа хунă. Баран. 89. Кӳме умне карнине антарса хупласа хутăм. Книга для чт. 158. Хура тĕкĕсенчен пирĕн кунта нимĕн те тумаççĕ, анчах Африкă çĕрĕнче хĕвел пит пĕçересрен хупламалли сулхăн тăваççĕ. N. Çуни хамăра хупласа хучĕ. || N. Çырмана пĕтĕмпе хăва хупласа илнĕ. КС. Кӳлле мăк хупласа илнĕ. (Илчĕ — если сами наблюдали процесс). N. Ăна кавăн хупласа хĕвел тивертмен вара. || Затемнять. Цив. Çыннăнне ан ăмсан тени ĕлĕкхи вăхăтра халăх куçне хуплама çеç кирлĕ пулнă. || Замести. Баран. 96. Аяккинчи çула юр хупласа кайсан, çав çулпа иртсе çӳреççĕ иккен. || Залить. Орау. Шыв сасартăк (трук) юхса килсе хупласа илчĕ те, çыннисем япалисене те кăларимарĕç. Вследствие быстро нахлынувщей воды люди не успели вынести вещей. || Складывать. Собр. Пĕр хур çунатне хупларĕ те, пĕтĕм тĕнче хупланчĕ. (Каç пулни). || Зажимать. N. Çăварна аллупа хупла (зажми). Капк. Хĕнекенсенчен пĕри ăна çăварĕнчен хупласа çапла каланă (Париж урамĕнче). Кан. Тутине хупласа лартать. Зажимает ей рот. || Заглушить. Кан. Пурте пĕрле хутшăнса хăлхана хупласа лартаççĕ. || Мешать, надоедать. Сĕт-к. Пирн лакăм час шăршăнмасăр хоплать. N. Ĕçĕ нуммайи темех марччĕ вăл,— урăх ĕçе чарни хупласа тăрать. Якейк. Сирн ялсам тырăшăн килсе хопларĕç (аптратрĕç) мана (просили взаем). N. Куç курманни мар-ха унта, пĕлменни хуплать. Курм. † Ай пичи Ярмола, ай инке Варвари, суя пичи Михал пор; нимĕн суя полас çокчĕ, арлаççине кайни хопларĕ. ЧП. Пултран кĕпçи тĕл пултăм, татам çием тенĕ чухне çава касрĕ хупларĕ. || Погубнть. Хурамал. Кирлĕ япала çухалсан çухатакана калаççĕ: хупларăн ĕнтĕ, çтан тупас ĕнтĕ ăна, теççĕ. Г. VII. Хупларăн, анне, мана, хупларăн, çук çĕре (в бедное место) кайнă пулсан (замуж), ырă курнă пулăттăм (мне лучше было бы). Книга для чт. 52. Хуçа тĕлĕк курать: ун çине вĕтĕ чулсем тăкăннă пек туйăнать, чулĕсем: хупласа хуратпăр, хупласа хуратпăр, чĕрĕллех хупласа хуратпăр, теççĕ пек. Баран. 92. Вăл (лавина) пĕтĕм ялне çынни-мĕнĕпе хупласа хурать. Ст. Чек. Хупла çав çурта, хупла, пĕтер, ырă кун ан курайтăр. ЧП. Курайман тăшмансем хупларĕç.

хуплан

хоплан покрыться. Юрк. Çын выртат хупланса. Аттик. Вăрмансемпе пахчасенче йывăçсем çĕвĕлчĕсемпе хупланса лараççĕ. Сам. 9. Культтурă чаплăхпе хупланнă ĕмĕр, нумай ырлăхсем эс сĕнеттĕн малтан. N. Чӳлмек йăванса карĕ те, ӳпĕнсе хупланчĕ ларчĕ (опрокинулся). || Закрыться. N. Саншăн, тăван, йĕре-йĕре хупланайрĕ икĕ куçăм. СТИК. Тăракан çын кантăраран туртать те, вĕçен кайăксем хупланса лараççĕ. || Наброситься, накинуться. N. Пирĕн çие хупланăр. П Чернеть. N. Кун çути хупланса ларĕ. N. Хупланса-хупланса пĕлĕт килет, мĕн çуса иртессе пĕлместĕп. N. Хора вăрман пек хопланса килет. || Заходить. Сĕт-к. Хĕвеллин пăхасси номаях мар та-ха, час кĕлет айне хопланмалла. || Оглохнуть. Альш. Хăлха хупланса ларчĕ, уши заложило. || Пропадать. Сиктер. Хытă шаккасан хур çăмарти хупланат (в них умирает зародыш). Тюрл. Хопланса карĕ, шăтса тохаймарĕ (растение), вăйлă çăмăр пасарса карĕ. || Подвести. N. Хамăра хамăр хуплантăмăр. Мы зашились (подвели самя себя). N. Çуртне страховать тунăччĕ, анчах хăйсем тĕртнĕ тесе нимĕн те памарĕç, хупланчĕç. || Погибнуть. Сред. Юм. Ним çиме çôк чôхне те кôланай пуçтараç пôлать-и-ха ôна, хôплантăмăр вара апла хытлана пуçласан, тесе йĕрнĕ. Полтава 101. Килмен хăнан хаярлăх паянхи кун хупланчĕ. Ск. и пред. чув. 89. Пĕтрĕ пĕр чун тĕнчере, ĕçĕсемшĕн хупланчĕ. Хастарлăх 33. Ишнĕ ĕнтĕ, хупланнă. || Хопланнă, пострел. Начерт. 186.

хур

хор, класть, ставить, положить, поставить, строить. Ст. Чек. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положил книгу под подушку. А.-п. й. 4. Асаттепе иккĕн çĕклесе хума тăратпăр — хураймастпăр. Ib. П. Ваçлей нушана епле лектернине, ăçта хунине, епле çавăнтан вара пурнăçĕ малалла кайнине хунĕне тĕпĕ-йĕрĕпе каласа пачĕ. Василий рассказал тестю обо всем подробно: как он поймал нужду, куда положил, и как с того времени жизнь у него пошла хорошая. Ib. 71. Илсе хурас ăна кӳме çине, тет вăл ямшăкне. Ib. 71. Вилнĕ кашкăра кӳме çине илсе хураççĕ те малалла вĕçтереççĕ. Ib. 54. Йăви хăвăртрах сивĕнтĕр тесе, чӳрече çине пырса хучĕ. Ib. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 77. Каçхине Ваçлей лаша кӳлчĕ те, нушана тытса хупнă арчана урапа çине хурса, вăрмана тухса кайрĕ. Вечером Василий заложил телегу, поставил сундук, взял железную лопату и отправился в лес для похорон нужды. Ib. 68. Çăнăхпа пĕрле вăл Пӳрнескене те илсе кĕчĕ, тет те, çăнăхне аламасăрах кăвас хурса лартрĕ, тет. КВИ. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. ГФФ. † Кăвак сăхман илемсĕр сак çинче хорса каснăран. Серый кафтан некрасив потому, что его кроили на лавке. Регули 854. Ман тырă (тыр) питĕ нумай, ташта хома вырăн топас. Н. Седяк. Вăя пуçланă чух шăпа тытса çăпатасене хурала хураççĕ (кладут под охрану). N. Кĕлте çыхнă чухне çурлана хулпуççи çине хураççĕ. ЧП. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? Янтик. Есир япалусене çакăнта хурайрăр. Ib. Килсен кала вĕсене, япалисене çакăнта хурайччăр. Ib. Эс, Хветĕр, çурлуна çакăнта хурайăр, никам та илес çук ăна. N. Урăх çĕрелле кайса хуман-и? Не положила-ли куда-нибудь в другое место? А.-п. й. 66. Пĕр карчăк кăмака умĕнчи кашта çине типĕтме вутă хунă, тет. Ib. 106. Çавăнта сарайне кайса хур, теççĕ хуçисем. Якейк. Тепĕр рет хорса каяс. Надо начать класть новый ряд (напр. кннг). N. Тăхлаччи пиçнĕ хура пĕр-пĕр савăтпа сĕтел çине пырса хурать. N. Эсĕ лашăна юпа çумне хур, ху тăрăх сак çине лар. N. † Айăм, айăм темесен ая минтер хумĕçĕ. НР. † Çырма орлă каçă хотăм. Мостки устроил через речку. Султангул. † Эсĕ леш енче, тăван та, эп ку енче, кил иксĕмĕр хурар та ай каçмине. Хуратсăн хур каçмине ай çӳçерен, пусмассерен вăль-вăль та ай авăнтăр. Н. Карм. Каçмăрсене хурсан çирĕкрен хурăр, каçмассерен каçмăр авăнтăр. || Прикладывать, приложить. N. Вăл хăлхине ĕçчена çумне хунă та итлет. Он приложил ухо к стене и слушает. О земл. Кĕнеке тăрăх мĕн пĕлнине ĕçе хума тăрăшаççĕ. N. Çитмĕл çула çитрĕм, çын çине алă хурса курман. || Ударить. Альш. Çакă çĕлен Ивана пырса хучĕ, тет (ударил). || Класть больного в больницу. Кан. Кусене эпĕ хамăр Пеловолшск пульнитсине хутăм. Сборн. по мед. Дифтеритпа чирленĕ çынна часрах больницăна хумалла, е ун патне доктора чĕнсе килмелле. || Привернуть (оглобли). Торп-к. Старик вăрмантан килсе торта хочĕ, тет (привернул). N. Кĕркури турта касса тухса хурать те, урапи çине хăпарса ларса, татах малтанхи юррах юрлать. || Пришить. N. Кĕрĕк çине хур. Пришить к шубе (о воротнике). ТХКА. 71. Çăварнире лаша ĕрĕхсе çурна кĕрĕкĕн çаннине çĕнĕ тир татăкĕпе анне пит лайăх сапланăччĕ, йăллисене çĕнĕрен хунăччĕ. || Заплатать. N. Йĕм çине тăхăрвун пилĕк саплак хунă пулнă. || Натягивать (о струнах). Якейк. Кĕслея çĕнĕ хĕлĕхсем хочĕç (натянули). || Набираться. Урож. год. Нӳрĕпе хăват хурса çитĕнеççĕ хумханса (травы). N. Самана лăпкă тăрсан, эпĕ хăват хурăттăм. || Ставить (самовар). Янтик. Кĕпер пенчи сăрлă юпа ут кăкарни пирĕн у ( = вăл), сăмавар хурса сахăр катни шур явлăкли пирĕн у. || Поставить (охрану). N. Халĕ (1906 ç.) вырăнĕ-вырăнĕпе хурал хунă, е салтаксем тăраççĕ, е казаксем çӳреççĕ. || Ставить в банк (в игре в карты). Орау. Малтан пĕрер тенкĕ хурса вылярĕç. Унтан икшер тенкĕ хура пуçларĕç. || Закладывать, заложить. Альш. 15 тенкĕ парса ятăм та, тăлăпне хăварчĕ хурса. Юрк. Хупаха хур. Заложить в кабаке (вещь). Ib. Хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. || Начислять. N. Ун чухне банк укçана пит пысăк процента хурса пама пуçланă. || Творить (ставить) тесто, замесить. Юрк. Кăвас хур. N. Кӳптĕрме хур. Сред. Юм. Колаç хорса лартрăм. (Колаç пĕçерме чоста хорса лартсан çапла калаççĕ). Хурамал. Сăрана хатĕрлесен тепĕр кун ирхине икерчĕ хураççĕ те, каç икерчине пĕçереççĕ. || Назначать на место, на должность. Пухтел. N. Сана каллех ĕлĕкхи вырăна хурĕç. Альш. Унта вĕсем хăйсен хутлăхне пĕр хĕрне касначчея хураççĕ. Истор. Аслă княçа иккĕшинчен пĕрне хурасшăн пулнă. N. Пирĕн ялта шкул уçнă, унта çав Волкăва хăйне тиректăра хунă. Чăв. й. пур. 26. Сана куланай пухма хуратпăр. Ib. 26°. Сана куланай пухма хурасшăн, тенĕ. || Определить, установить. N. Вĕсем пĕтĕм халăх çырăва вĕрентĕр тесе çĕнĕ йĕрке хунă. Орау. Атăсене икĕ мăшăрне те кайса парас: хăшне тӳрлетет, вара пĕр мăшăрне хăй илсе тӳрлетнĕшĕн укçа хури (хурĕ-и)? N. Вут тупăнмарĕ, ыттине ĕçе хунă. || Решать. N. Йышăнмасан укçа пама пăрахăç тума хунă. || Накинуть. П. Патт. 13. Темĕскерле çын кĕрĕкне хулпуççи çине хурса тухрĕ. || Прикрытый. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ. || Приказать, велеть. N. Çаврăнма хуратна, анма хуратна юланут çинчен? (Такмак). || Подать в суд. Чăв. й. пур. 210. Эпĕ каçармастăп, манăн ача вилет, эпĕ сута хуратăп, тенĕ. СПВВ. Сута хучĕç. || Чув. пр. о пог. 278. Хĕлле юр сакăн-сакăн пусма пек картлашкаллă пит нумай хурсан, çулла тырă-пулă пит лайăх пулать. Если зимою очень много насядет снегу ступеньками, как у лесенки, летом хлеб будет очень хороший. || Уродиться, родиться в кого. Юрк. Такам шуйттана эсĕ хунă! Ib. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: „Ачу масарĕ ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши? Пирĕн йăхра никам та ун пекки çукчĕ-çке“. N. Вăл амăшне те, пиччĕшне те хуман, пит çемçе çын пулнă. Регули 923. Пĕтĕмпех хама хунă. ÇМ. вăт. || Значит, надо полагать (?). Рукоп. календ. 1908. Шикланаççĕ хур.|| Почитать, ставить во что. N. Илтмĕтĕм сирĕн сăмахăра, чунăм чухлĕ хуратăп кăмăлăра. ÇМ. Этем чунне — выльăх чунĕ вырăнне ан хурăр. N. Эсĕ ман сумаха сумах вырне хумарăн. N. Пирĕн ватăсене чыса хураççĕ. Дик. леб. Çакна хăнăрсене чысламалли тĕслĕрен ĕçме-çиме вырăнне хурса выльăр. N. Кăмăл хурса, хĕрхенсе ман айăпа каçарсам. || Составить, сложить. N. Микула геройсене мухтаса юрламалли çĕнĕ юрă хучĕ. || Сравнивать. N. Петĕр çын чĕрине çăлкуçĕ майлă хурат.|| Зачесть. N. Эсир мана ку ĕçшĕн айăпа ан хурăр, тенĕ. N. Мана винавата хуран. N. Çавна та ĕнтĕ айăпа хуратна? || Давать (имя). Яжутк. Пирĕн ялта пĕтĕмпех (все) Шăнкрин ятлă, ахаль пуп çавнашкал хунă. || Девать. Хĕн-хур. Ачасене ăçта хурас! Вĕсене те пăрахас-и-мĕн? Толст. Çиллĕме ăçта хурам-ши? Юрк. Ай-хай, арăмçăм, сарă арăм, çта хурĕç-ши манăн чунăма? Чем люди живы. Кала эсĕ, укçăна ăçта хутăн? тет Матрӳне. Альш. Килĕнче хăйĕн пурлăхне ниçта хура пĕлмен. Ib. Сирĕн пек лайăх çынсем умĕнче ырă сăмахăма ăçта хурам-ши? Ал. цв. Каялла çаврăнса пăхать те, ниçта алă хума та вырăн çук. || Наливать. N. Сăра хур, наливать. || Пить. КС. Сăра ĕçтернĕ чухне: хур, хур, тесе сĕнеççĕ. || Оценивать. N. Хамăрне 50 тенке хутăмăр. Орау. Сурăха пĕр тенкĕ хучĕç. Оценили овцу в рубль. || N. Эсир канаш тăватăр пулсан, эпир ăна пĕтерĕпĕр; эсир пĕр-пĕр сăмах хурсан, вăл сирĕн пулмасăр юлĕ. N. Хампала иксĕмĕр хушăмăра эпĕ сăмах хуратăп. || Быть принятым. П.-Пинер. Пасара кайсан çын вали кулаç илме хуман. N. Уяра хирĕç юпăнчă илме хунă. N. Ывăла шаннă — хуран çеккĕлинчен тытма хунă тет, хĕре шаннă — алăк хăлăпĕнчен тытма хунă тет. || Потратить. Календ. 1907. Çĕре тухăçлăрах тăвас тесен, ăна ĕçлеме вай нумайтарах хурас пулат. || Пожертвовать. N. Вĕсем халăха ирĕке кăларасшăн хăйсен пуçĕсене хучĕç. || Развести (огонь). НР. † Уй варрине вут хуртăм. Среди поля я огонь развела. А.-п. й. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине шанса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || В чувашизмах. ЧС. Вăл (лошадь) е хирте е картăшĕнче ирĕк çӳренĕ чухне, ун патне тытас тесе ют çын ан пыра хур (и не думай подходить), хăна пĕр систермесĕр шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Эпир çав ӳсĕр пекех пулас мар, хамăр ăса çухатсах хурас мар. Халапсем 27. Тархасшăн ан кая хур (не уходи), эсĕ пире тĕрмере çĕртсе пĕтеретĕн. Юрк. Ан кая хур. Не вздумай пойти! Чем люди живы. Çимун Михала ĕçне пырса пăхнă та, шартах сикнĕ: Михала улпут таварĕнчен вилнĕ çын пушмакки çĕленĕ хунă. Конст. чав. Инке каллех: ан ухмахланса çӳре хур эсĕ, ачам, апла, терĕ. См. Магн. М. 263. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Виçтерсе хур, эп пырăп. Вели взвесить, я приду (и возьму). Ib. Вăл çаран çине кĕре ан хур — пĕтрĕн вара. Не вздумай пойти на эти луга — погибнешь. ГФФ. † Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. Оп. ис. ч. II. Лашине витине хупса хурат. Ставит дошадь в конюшню. Ib. Çил тухиччен акса хурас. Надо (заранее) отсеяться, пока нет ветра. Ib. Тĕтĕрсе пĕтерсен, шăналăка карчĕ те хучĕ. Окурив, она задернула полог. А.-п. й. 53. Кашкăр йăпăр-япăр тĕпсакайне анса кайрĕ. Йытти сакай алăкне шăнкăрт хупса хучĕ те, пас кăларса вĕрме тытăнчĕ. Когда волк забрался туда, собака захлопнула крышку, а потом принялась лаять. Ib. 90. Мĕн пур йăвăç купинче мачча кашти курăнмасть. Тупса хурсан кашталăх, тытăнăп тин ĕçлеме. Ib. 91. Çав вăхăтра Сахарĕ çыхать хурать улпута. Ib. 82. Хайхисем килĕшрĕç те, сумккăпа кив капансене улăштарса та хучĕç. Альш. Унтан (она) кукша качакине илет те, хăй качакине çыхса хурат, тет. N. Çапла вара илемлĕ чĕлхене пăсса хураççĕ. Чăв. й. пур. 33°. Ивана хăне ĕçтерсе ӳсĕртнĕ те, пылне вăрттăн илсе хурса сута-сута янă. N. Ухмах çынна ан хирĕçтере хур, вăл тем те туса хума пултарать. Янш.-Норв. Çапла вĕсем вара çураçса хураççĕ те, туй тума япаласем хатĕрлесе хураççĕ. Регули 958. Ĕнер туса хорас мĕн сирĕн. N. Сухи пуçпе сӳрине сухаласа пĕтернĕ ана çинчен тепĕр ана çине кайса хучĕ. Халапсем 15. Хай упанăн икĕ хăлхинчен ярса тытса часах урапине кӳлсе те хурать. N. Агаша йĕре-йĕре Корней пичĕ çине таса тумтир витсе хунă. N. Палач вĕрене хăвăрт туртса илнĕ те юпа çумне çыхса хунă. N. Çитсен (по прибытии) мĕн тăвассине вăл малтанах вĕрентсе хунă. Истор. Ывăлĕсене вăл хăй сывă чухнех пĕрер хула парса хунă. Шăна чир. сар. 19. Шăнасене пистерттерет, нумайĕшĕ тата вырăнтах шăнасене вĕлерсе хурать. N. Пĕр кулак çапла каларĕ, тет: „Пире пĕтĕмпех пĕтерсе хурасшăн“, терĕ, тет. N. Ӳсечен (?) çăнăх исе хурайтăн-а? N. Авал пĕр пысăк пуçлăхран ыйтнă, тет: „ Эсĕ тĕрмене лартакан çынсем хушшинче пит лайăх çынсем те пур-тăр-çке? — тесе. Пуçлăх пăртак шухăшларĕ, тет те, каласа хучĕ, тет. N. Тепĕр çын тата. „Чăн пирĕн çарансем питĕ начар, анчах вăл выльăх çӳренĕрен мар, çулсем çапла килчĕç“, тесе хучĕ. N. „Çапла вăл, Микулай, çапла; Ваçлей пурне те пĕлет вăл“, тесе хучĕ Ерхип. Кн. для чт. 65. Хăйне ниçта кайса хума пĕлмен. N. Каç пулсан пулла кайăпăр тесе ăман чакалтаса хутăмăр. Имен. Ашшĕ ăна хирĕç илме тохать. Алăк оçса хочĕ. Хора-Çирма. Эсир уншăн ятласах хумăр, тесе шутларăм. Думаю (думал), что вы меня не будете за это слишком бранить. (Из письма). Орау. Йăтăнса анса пусса хурĕ (придавит). N. Алтса хур (вырыть). ЧС. Çапла тетен (у брата) сулахай алли типе пуçласан хай этем: „Акă ку керемет çеремĕ хай Михелене мĕн туса хунă, тетчĕ (т. е. что сделал ему киреметь за распахивание киреметевой земли). N. Иле хăйне ырăлăх тунăшăн Якку çапла туса хунă. КВИ. Пиччĕш хăйĕн шăлнĕне чиксе хучĕ укçашăн. N. Хула хапхине хупса хунă. N. Вĕсене епле пĕтерсе хунине (как истребили) илтсеттĕмĕр эпир. N. Чӳрече çумне хĕрлĕ вĕрен çыхса хур.

хуртар

(хурдар), понуд. ф. от гл. хур. Собр. † Пурçăн та чĕрçитти тĕрттертĕм, кантрĕне лентерен хуртартăм. Ст. Шаймурз. Йĕпкĕн хура сăхман çĕлетрĕм, икĕ енне икĕ кĕсе хуртартăм, пĕр енне пĕрлĕхен яртартăм, пĕр енне хурлăхан яртартăм. Никит. Çав çынсене çаран мĕн чухлĕ ваттарнине хак кайса хуртарас пуль тесе пӳрте кĕчĕ. Чăв. й. пур. 7. Çыру пĕлекен çынсене алă хуртарнă (приложить руку). N. Сĕтрен кĕсел хуртартăм. N. Мана хĕрхенекенсем вара теçетнике хуртармарĕçĕ (не позволили назначить меня десятником).

хур

хор, обида. Собр. † Вăрмантан вăрмана çӳрерĕмĕр, яштак хулă суйласа. Тытам касам тенĕ чух хуралăç пырса хур турĕ. || Поношение, хула; позор, унижение. N. Çын хурри, людское поношение. Шел. II. 60. Е киле кайса кĕрсе ĕмĕр çын хурри пулса пурăнмалла. Ib. 61. Вĕреннĕ ача чухăн çын ачи пулсан та, чухăн çын хĕрне илсен те хур пулмасть. Юрк. Пирĕн пек çамрăк ачасем пĕр нуша курмасăр хур пулмĕ. Пĕр нуша курнă пулсассăн тăхăр тăшман хурĕ вăл пулмĕ. Никит. Çынсем пурте мантан мăшкăласа кулаççĕ, эсĕ ан мăшкăлах, Макçăм хурри ан тăвах. Альш. † Çĕнĕ кассен хĕрĕсем каччă хурри пулайрĕ. N. † Ухă пек пĕвве ӳстертĕм, çичĕ ют хурри пулайрĕ. N. Манăн çапах çын хурри пулас марччĕ-ха. N. Сана хурлакансенĕн хурри мана тиврĕ. || Жертва. Баран. 123. Тутлă ашне кура, вĕсем (птицы) пăшал хурри пулаççĕ. || Несчастье, беда. Бес. чув. 15. Вăл шухăш, çунман пулсан тахăçанах вырăва (ĕçе) килмелле те, анчах çунни ăна хур турĕ. Альш. Ăна каллах Каша таврашĕ пит хур тăвать, çапла иртес тенĕ çынна нимĕнпе иртме памас, иртме тытăнсан вăл та чуптарать, хыçран пырсан ытла хуллен хăвалать лашине. || Страдания. Ст. Чек. Асăнмасан хур туса пĕтерĕп, тенĕ. || Несчастный (Р). Тайба-Т. Кĕмĕлех те çĕрĕ çырулă куç, хур пулмĕ-ши хур (неснастный?) çын аллинче. || Обидно. Ашшĕ-амăшне. Вăл апла сана хур та-ĕçке. Епле апла тăван хĕре пĕр япаласăрах хăварас пулать?

хурлă

печальный. Полтава. Хурлă чуна пусарса. Чăв.-к Хура вăрман хухине хурлă татат пĕр ача.

хурлăхлă

хорлăхлă, печальный, горестный, горемычный, грустный, унылый, неудовлетворенный. N. Ун юррисем пит хурлăхлă (или же: хурланмалла, или же: хуйăхлă). Его песни печальны. Ал. цв. 8—9. Хуçана пĕр савăнăçлă пек, пĕр хурлăхлă пек туйăннă. ÇМ. Сан çинче вара хурлăхла çил анчах вĕретчĕ. Ib. Камăн вăл? Кунçулĕ йăвăр, хурлăхлă кунçулĕ?... Хăр. Паль. 15. Вара хурлăхлă пек туйăнсан йĕрес килсе кайрĕ кун. НР. † Пахчи, пахчн, хурлăхан пахчи, хурлăхан çисе ӳсрĕмĕр, эх, ӳсрĕмĕр, çампа хурлăхлă пултăмăр. Сады, сады, смородиновые сады! Питаясь смородиной, выросли мы, потому, видно, горемычные стали. СЧЧ. Кăсем вуланă вăхăтра лешсем вуланине итлесе тăраççĕ-тăраççĕ. тет те, пĕр-пĕр хурлăхлă тĕле çитсен: çук, капла пурăнса пулмасть, чӳк тума пăрахас кирлĕ, тетчĕçĕ (родители при чтении детей). || Несчастный. ГФФ. † Çампа хорлăхлă полнă эпир. Потому, видно, я уродился (таким) несчастным. Янтик. Хура вăрман хушшинче хурлăхан аври хурлăхлă, мĕн пур тантăш хушшинче ман çамрăк пуç хурлăхлă. N. Ӳсрĕмĕр ӳснĕ чух пĕр йăвари кайăк пек, салантăмăр хурлăхлă куян чĕпписем пек. || Страдающий. || Угнетенный. И. С. Степ. Хурлăхлă = хурлăх куракан. || Печально. горестно, грустно, уныло, траурно. N. Вăл унтан (у нее): „Мĕшĕн чансене хурлăхлă çапаççĕ“? — тесе ыйтрĕ, тет.

хур

хор, локоть, по-другому: чике. Бреняш. учит. СПВВ. Хур, локоть. Якейк. Хур = чавса тăршшĕ. Ib. Вăтăр хур тăла тĕртрĕм. Н. Седяк. Мĕн пур алăпа виçни; сак икĕ виçепе (чике е хур) пирсене виçеççĕ. Ау 376. Чике старик, хур сухал. (Купăс). Регули 383. Ку икĕ хор тăршĕ. Сред. Юм. Пире хĕрарăмсем хорпа виçнĕ. Чавсаран пуçласа пӳрне вĕçĕнчен çаврăнса тепĕр чавса патне çитсен пĕр хôр полать. Ib. Хôр — алă тăрăшĕпе чавса таран виçекен виçе. Пӳрне вĕçĕсенчен те чавса таран калла-малла пĕррĕ виçсессĕн пĕр хор полать. В. Олг. Хор — мера кругом локтя; хор палли — знак на руке; хорлăх, икĕ хорлăх. Чутеево. Хур — мера в З локтя. Пилĕк хур чике = 11 локтей. Орау. Хур = 2 чике, мера в длину всей руки. Чертаг. Хор, мера в 2 локтя. Изамб. Т. Кумкăç пилĕк хуртан (2 локтя) ытла пулмасть. N. Хур = 2 чике (чикĕм), от локтя до конца пальцев. СПВВ. ТМ. Тăватă хут чавсана виçсен пĕр хур пулат, ку сăмаха пир виçнĕ чухне анчах калаççĕ.

хур чӳк

чӳкĕ, моленье с жертвоприношением гуся. Аттаково. НТЧ. Хур чӳкĕ, моленье аслă ырра. Если кто захворал от киремет тытни, приносили 1 гуся, З утки и 1 ягненка (пĕр хур, виçĕ кăвакал тата пĕр путек). См. Золотн. 95. Магн. М. 110.

хура

хора, черный. См. йĕпкĕн-хура, хуп. N. Мамăк тушек сарса, чаршав карса, кăчăк туртса юлчĕ хура куç. N. Хура куçлă хĕр, черноглазая девица. КВИ. Хура куçлă хĕр инçе, хăйĕн хитре пӳртĕнче. Черноокая далеко в пышном тереме своем. N. Хура çилхеллĕ лаша, черногривый конь. ГФФ. † Пирĕн поç çинче хора калпак. У нас на голове черная шапка. Якейк. † Пуçăм толли хора калпак, пуçа тăхăнса çӳремесĕр хора халăхран уйăрлтăм. ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман, Иван тĕлне çитсессĕн арки вăр-вăр туса пырать, Иван тохтăр, тет, корнать. Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома, начинают раздуваться, как бы говорят: выходи, Иван! ГФФ. † Хора тăлăппе мохтанать. Хвастается (своим) тулупом черной дубки. ГФФ. † Пирĕн алăра хора алстой ( = алсатуль). У нас на руках черные голицы. ГФФ. † Пирĕн орара хора кĕççат. У нас на ногах черные валенки. Сет-к. † Хора çăккăр çийиччен шор колачах çиер-хе. Шишкин. † Эсир ăма пит хора? — Хора çăкăр çинĕрен. Сĕт-к. † Авоç килет ман тантăш кăвак лашине выльятса, хора çонине янтратса. Т. Григорьева. Хура ĕне сĕчĕ тутла, теççĕ. А.-п. й. 70. Тухать, тет, пуян арамĕ хура ĕнине сумашкăн. N. Хура халăхпа, хĕрĕ-хĕрарăмĕпе, ачи-пăчипе, çак хура вăкăрпа асăнатпăр, тав тăватпăр сана, учук турри. А.-п. й. 5. Ĕлĕк пĕр карчăкпа старикĕн пĕр пысăк хура кушак пулнă. Оп. ис. ч. II. † Хура сăсар йĕрне йĕрлес мар, атте-анне ятне ярас мар. Не надо (мне) искать по следу черную куницу, не надо (мне) позорить имени отца-матери ГФФ. † Хора йос çи тирĕнчен те ялккас калпак çĕлетрĕм. Из шкурки черного горностая сшила шапочку. N. Саманисем йывăр, чунăм айван, авкаланап хура пăлан пек, тесе юрлатчĕç авал. Оп. ис. ч. II. † Хура чĕкеç ларнă çирĕк çине, ик çунатне янă ирĕке: юратнă тăванăм килнĕ чухне, ярам-и кăмăлăма ирĕке? Опустилася на ольху ласточка черненька, распустила свои оба крылышка вольненько; как приехал мой родимый, развернуться что ли? Дать свободу ретивому, дать сердечку воли? В. С. Разум. КЧП. † Хура-хура кушакăн çăнĕ ( = çăмĕ) йăл-йăл курнатĕ. Чаду-к. Çав вăхăтра Иван хура туя илнĕ те çĕлен патшине çапнă. Бигильд. † Хусан варринче хура юпа, мĕн ырлăхпе (для какой пользы) лартнă-ши? Бюрг. † Çамкасене çырнă хура çыру, сĕтпе çуса ярсах пулмасть-çке. Ск. и пред. чув. 73. Кĕтӳ хыççăн урампа хура тусан хăпарать. N. Мăн çол çинчи хора тосанне хора-тор лаши хоскатрĕ. Орау. Пĕтĕм яла хура пĕлĕт хупласа илчĕ. Ск. и пред. чув. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. НР. † Пахчи, пахчи, çĕмĕрт пахчи, çĕмĕрт çисе ӳсрĕмĕр, эх, ӳсрĕмĕр,— çампа хура пултăмăр. Сады, сады, черемуховые сады! Питаясь черемухой выросли мы, потому, видно, черными мы стали. Регули 716. Çав хорараххи çирĕпрех. Альш. † Хура Атăл урлă каçмарăм, Шурă тинĕс шывне ĕçмерĕм.|| Темный. ГФФ. † Хора та вăрман варĕнче çутă та кулли пор, теççĕ. Среди темного леса, говорят, есть светлое озеро || Вороной. См. йĕпкĕн-хура, хуп. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша... Ивана вороная лошадь... НР. † Хура лаша çилхине йĕс турапа турарăм. Вороного коня гриву медным гребнем расчесала я. ГФФ. † Веçа килет пирĕн йысна хора лашине сиктерсе. Вот едет наш зятек. Его вороная лошадь весется вскачь. А.-п. й. 71. Кӳмине виç пар маттур хура ут кӳлнĕ, тет. Пазух. † Хура кăна лаша, катра çилке, килĕшет хура çул çийĕнче. Юрк. Хура лаша вăрлакан шĕшкĕ айĕнче тăракан, пуйăн хĕрне вăрлакан пĕр пус укçасăр хăтăлакан. Кума-к. Тухсассăн (вылезши оттуда), хура лаша çуни çине вотă нумай тиерĕм, тет || Нечто черное, чернота. Артюшк. Ача калат: ав лере пĕр хура курăнат (что-то черное виднеется). Собр. Ирхине тăтăм та тула тухрăм, тулта хура-хура курăнать, хура мар-çке, хуралтă. || Çиç. çиçрĕ кĕм. 75. Вăхăт та ĕнтĕ хура кĕре сулăнчĕ. N. Пирĕн хура кĕртенех çимелли пулман, выçă тарăхнă. О сохр. здор. П. Эпир сивĕрен хăраса хура кĕрпех кĕрĕк тăхăнса çӳресен, нихçан та çара уран çӳресе курмасан, вара чăнах та хамăра хамăр ачашлаттарса яратпăр. || Виçĕ пус. 6. Пусса акмасăр хура хăварса кантараççĕ. С. И. Иванов. Хурана шуратса хăварсан, чипер шăтса тикĕсленме пар, тикĕсленсе çитсен шăркана чипер лайăх ларма пар. (Из моленья). N. Ман анасене хура вырттарса ан хăварăр. || Редко. Бес. о земл. Пĕр тĕлте йывă, тепĕр тĕлте хура (сайра) ан пултăрччĕ тесе чухлас пулать. || Черное место. Альш. Ниçта пĕр хура курăнмас. Нигде не видно черного места (где бы не выросла трава). Каша. Хура вăрманта хура çук, хура сăрху лашусене кӳлсе пыр. || Бесснежный (дорога). К.-Кушки. Хура çул, бесснежная дорога. N. Утсем ырхан пулчĕç, çулсем хура пулчĕç: çитеймерĕмĕр вăхăта. Чăв. й. пур. 10. Хура çĕрте унăн лаши туртайман (весною). Бес. чув. 1. Ялсенче тĕл-тĕл хура курăна пуçларĕ, кĕперсем, тусем ытларах та хуралса карĕç. || Поздний (об осени). СТИК. Хура кĕркунне, поздняя осень (октябрь и начало ноября). N. Хура кĕркуннеччен, до поздней осени. Хăр. Паль. З. Акă пирĕн Пальля мăнкунтан хура кĕркуннеччен чавса шыççипе тата çăпанпа асапланать. || Глухой (о ночи). Якейк. Сăпаççипă атия: хора çĕрле çӳреме хора лаша исе пач. Собр. Хусантан илтĕм хура лаша хура çĕрле çӳремешкĕн. Якейк. Пирĕн мочийăн хора лаши хора çĕрле (в глухую ночь) тăрсассăн йĕвенсĕрех тыттарать. N. Ялта та хура çĕрте сасă-чĕвĕ пулмĕччĕ. N. Пирĕн пиччен хура лаши хура çĕрлерен кĕçенет. Сред. Юм. Хôра çĕртенех (в конце или середине осени) пĕррĕ кайса корнăччĕ те, çавăнтанпа такки кайман-ха. || Черная кайма. Альш. Атьăр тутăр кумар-и, варрине хура хурар-и? || Чернила. ЧП. Хурапала çырнă хутсем çинче аттепе анне ячĕ пур. Ib. Тăвансем патне хурапала салам çырса яма юрарĕ. N. Хот çине хора пĕр кĕрсен каймасть. || Грязный. Ст. Чек. Хура арăм-çке ку, кĕпине те çума пĕлмес (грязная). N. Хора кĕпе, грязная рубаха. Цив. Пурте тухаççĕ: ачисем те, ашшĕ-амăшĕ те, пурте хура кĕпи-йĕмĕпех пыраççĕ. С. Тим. Хура ура сырмарăм (не обулась в грязные онучи), урам урлă каçмарăм (не перешла). Кама 59. Питна-куçна çу малтан, хăвăнтан хура тар юхать. Ачана варалан! Бес. чув. 5. Унта вăл малтан хурарах таварсем: кăраççын, тикĕт сутнă. Юрк. Алă-шăллине хурине патăн-çке, çук-и çавăнта тасараххи. || Грязь. Шурăм-п. Юрпа çăвăнсан çич çул кайман хура каять. Тогач. Пĕве çитрĕм, çира хура каймарĕ. (Кăмака çамки). Трхбл. Шурă кĕпе час хуралат, хĕрли çапах хурине çĕклет (т. е. не так скоро марается). || В переносном значении. КС. Ят пăсăлнă çыннăн халăх çинче хура витмест (не имеет влияния на народ). Ib. Унăн ашшĕ-амăш пуян та, хурине витерет, тетчĕç авал чух. Орау. Хура витмест. Его слова не имеют веса (при брани), так как он себя замазал чем-то дурным. М. Ăнтавăш. Унăн нимĕн хури те çук. Он — беззащитное, безответное существо. Собр. Хурапа шурра паллакан пулăр. Будете разбираться в вещах. || Черный = некрасивый. ГФФ. † Сăнăм хора, ăсăм кĕске... Сам я черный (некрасивый), ума немного... || Черномазый. ГФФ. † Çампа хора полнă эпир. Потому (видно) я уродился (таким) черномазым. || Смуглый. Сред. Юм. Хôра хĕр = смуглолицая девица. Актай. † Ай ухман Степан, суйламасăр хĕр илчĕ, сарри-хури тиркемер. СПВВ. ПВ. Хурарах-су сăнлăскер. Юрк. Атте ывăлĕ сарă ывăл, ыталаса вĕл çывăрат. Анненĕн ывăлĕ хура ывăл, кунне виççĕ хĕнемесĕр кун каçмас. Шел. II. 16. Хут çийĕнче анчах тăрса юлĕ... хура тĕссĕм... салху мĕлкеçĕм. N. † Айта, тантăш, киле кас, сана сарри кĕтет поль, мана хори кĕтет поль. (Свад. п.). N. † Сарри сăмавар лартнă поль, хори хоран çакнă поль, çмарта пĕçерсе хонă поль. (Свад. п.). Н. Лебеж. Ялтан яла эпĕ çӳрерĕм хуньăм хура хĕрĕ ӳсиччен; тыт куркăна, хуньăм, лар вырăнна, тайлайса тăрăп умăнта. Собр. Хуннĕм пачĕ хура хĕрне хура çĕртен чупмашкăн. || Чужой, чужак. Кильд. Çичĕ ют хура чăвашсем атте килне пухăннă. Хура выражает чужое, не близкое тебе. N. Хура çын ĕçне пурне те пĕлсе çитерейместĕп. || Большой. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет, не уйти целой. Тайба-Т. † Хура вăрман хĕррине капкăн хутăм юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. || Много, Сред. Юм. Хôра вăрман пик нăмай (очень много). Турх. Эп çуралнă шывçĕрте хура-хура вăрман пур. Ала 55°. Çул çинче хуп-хура халăх (тьма тьмущая) ман хыçран чупаççĕ. || Резкий (о ветре). N. † Вăш-вăш вĕрет хура çил, мăкăнь çеçкине çавă тăкать. N. Вăш-вăш вĕрен хура çил, тăвăр ăрамсене типĕтет. || Горький (о слезах). Янш.-Норв. Пусмисем умăнче кĕтсе те килмесен, хура куççулĕсем тухнă пулĕ. Ала 99. Хура куçшульпе макăрать. Горько плачет. Якейк. † Ирех тăтăм ирĕксĕр, хура кушшульпе пит çурăм. (Солд. п.). || Мрачный (о думах). Полтава 40. Кетмăн хура шухăшне хĕр юратни тартас çук. || Сильный (о заморозках в мае). ЧП. Сатри улма чечекне хура тăм ӳксе пĕтерчĕ. || Г. А. Отрыв. † Эпĕ савнипе уйăрлнă кун пĕлĕтлĕ кун пулайрĕ, хура çăмăр çăвайрĕ. N. Хурăн тăрри хумханать, хура çăмăр кĕтет пуль. N. Сирĕн пӳрт çине тренче витнĕ, хура çумăр çуса хуратнă, çавăнпа тимĕрĕн курăнать вăл. Чăв.-к. Çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм, хура çумăр килчĕ хуратрĕ, хура чусли тесе ыйтаççĕ. || Злой (враг). Юрк. Урама тухма халăм çук: курăна тăрат хура тăшман. У меня нет возможности выйти на улицу: (как не посмотришь, все) злой враг стоит перед моими глазами. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕех те çинçе пӳçĕм авкаланать хура çын аллинче. Янш.-Норв. † Хура çăварлă халăхсем, евчĕ килне кĕменни атте килне сырса илнĕ. (Хĕр йĕрри). Чăв.-к. Кив Улхаш чăваш — хура чăваш, мана илме килнĕ пулĕ. (Хĕр йĕрри). Бур. Кĕмĕлех те çĕрĕ ахах куç, хур пулминччĕ хура çын аллинче. || Горный берег (?). N. Эсир вутă йăлăмра туни, хурара туса-и? || Назв. болезни (о глазах). Кан. Хура карнă куç кастарнă хыççăн куракан пулнă. || Назв. растения. В. Олг. Хура, былинка, чернобыль (?). Шибач. Хура = сухая полынь. Бур. † Çил вĕрмесĕр хурасем хумхансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Альш. † Çил вĕрмесĕр хура (т. е. хытхура = хура эрĕм) тапрансан, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. Тайба Т. † Çил вĕрмесĕр хура (мăян е эрĕм) ай тапранат, тупăлха-тăр тетĕп эп ăна. N. Хура = хăвра.

хуралла

по-черному (изба). Эпир. çур. çĕршыв 15. Пирĕн урамра пĕр пӳрт анчах хуралла, ыттисем пурте шурăлла. Кан. Чылайĕшин пӳртсем хуралла.

хура мăйрака

рожки (фрукты). П. Патт. З. Пĕр ывăç хура мăйрака пачĕ. N. Хура мăйрака = хура хутаç. См. хура мырака.

хуралаш

хоралаш, отвечать друг другу, возражать, перечить, прекословить, спорить, опровергать. N. Ăна хирĕç хуралашма, унпа сута тăма, вăл этем мар çав. N. Унпа хуралашас тесессĕн, ун пин сăмахĕ çине пĕр сăмах тавăрса калас çук. N. Ана хирĕç никам та хуралашса сăмах ан тавăртăр. Тюрл. Мĕскер эсĕ хоралашса тăратăн (спорить, не соглашаться). Сред. Юм. Мĕн пит хоралашса тăран вара эсĕ манпалан, эпĕ сан ачу-и мĕн? Ib. Çынпа пит ан хуралаш, усалтарахин тĕлне пулсан лектерме те ӳркенмĕ. N. Хуралаш = хуравлаш. См. хурулаш.

хуралтă

хоралтă (хуралды̆, хоралды̆), постройка, строение, надворные постройки, здание. О сохр. здор. 103. Çынсен пĕр пӳрт анчах пулмасть, вĕсем тата пӳрчĕ çумне урăх хуралтă та (çуртсем) лартаççĕ. N. Виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатланса вĕçсе çӳренĕ. N. Хуралта кĕскетсен, пурăнăç каялла каять, теççĕ. В. Тим. † Иртсе пыраттăм хуралтă ай хĕррипе. Изамб. Т. Хуралтă тавраш епле тата? А каковы у вас постройки? Ib. Вĕсем хуралтине аван тăваççĕ. Толст. 144. Пĕрре вăл тăмран сăмсалă, алăлă, уралă пукане тунă та, тутар кĕпи тăхăнтарса хуралтă тăррине улăхтарса лартнă. Баран. 119. Вăрман пире пӳртлĕх, хуралтăлăх йывăç устерсе парать. СПВВ. ПВ. Хуралтă = хуралăт. || Несильная брань. Хорачка. Хоралтă потасси! Б. Олг. Хоралтă потасси, пăçланман, вилмен. Поти-ка мана паян картларĕ, чарчĕ, тет. Ib. Хоралтă потман! Слеп. Хоралту çитмен, çохалман, пĕтмен! (брань). Ib. Хоралтă çитмен! Сĕт-к. Хоралти потманскер! (ругань). || Хорачка. Воç хоралти анчах корăнса йолчă, коçран çĕтрĕ (чуть только видно, напр., о человеке).

хурама

вяз. Сред. Юм. Хорамапа йоман лартнă çын йывçисĕм хăй мăйĕ паркăш полсан вилет, тет. Нюш-к. Хурамана шуйттан шăлĕ кĕнĕ теççĕ, хурама пушăч çăпатипе кĕлле кайма юрамасть. Юрк. † Юнтан хĕрлĕ хурама хура вăрмантан илĕннĕ. Алших. Çичĕ тăрăлă хурама. Чердаг. † Пусма вĕçне хурама лартрăм, тухмассерен хурлантарч, куна пĕлнĕ пулсассăн, тавну касса прахмалач. Тораево. Хурама вари хăй енелех ӳкет. (Послов.). ЧП. Хурама патак. N. Хурама турта. N. † Хурама тăрри хурчăка, хурчăка йĕс хĕлĕхпе вылать-çке, вылать-çке. Зап. ВНО. Хурама пĕрни, кузов. Яргуньк. Авалхи çынсем хурама пĕрни ĕçленĕ те, йĕрĕх çав пĕрнере пурăнать тесе çав хурама пĕрнене кĕлетре пĕр кĕтессе çакса усранă. Яргейк. Хурама пĕрни хăй енелех пĕрĕнет. Арзад 1908, 42. Пĕр чалăш хурама вутти 2 тенкĕ тăрать. N. † Вăрман урлă хурт вĕçет, хурама вĕлле шыраса. Сред. Юм. Хурама хуппи хăй майăнах тĕрĕнет тесе хурăнташлă çынсем пĕрне пĕри пăрахмаççĕ, пĕр-пĕрне усă тăвасшăн тăрăшаççĕ тесе калассине калаççĕ. || Часть телеги. Юрк., Сред. Юм. Ôрапа хорами — ôрапа ӳречинчен çавăрса илекен малтине те, кайрине те ôрлă патаксĕне калаççĕ. || Вязки у саней. Абыз., Нюш-к. Хурама, часть у некоторых саней. Сред. Юм. Çуна хурами тесе çуна шăлĕсенчен витерсе илнĕ урлă патаксене калаççĕ. || Место моления. Ст. Чек.

хуран

хоран, котел. N. Пирĕн чăвашсем яшкана хуранта пĕçереççĕ. Юрк. Хуранта пĕçереççĕ: кĕрпе пăттисене, паранкисене, вир пăттисене, хуратул пăттисене, пăри пăттисене, пăрçа пăттисене, каснă салмасене, йăпăлти салмасене, татнă салмасене, мимĕрсене, кĕселсене, тинкĕлесене, хуран куклисене, пăрçасене, ашлă яшкасене, çăмарта хăпартнисене, тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕх, хур-кăвакал, чăх-чĕпĕ ашĕсене, тултармăшсене, юнсене, тата ытти тĕрлĕ шӳрпесене те. А.-п. й. 4. Мулкача хуранта пĕçерме тăратпăр — кĕмест. Хорачка. Эй хорана кĕрмен айкă пĕрчи, ял шотня кĕриместĕн! N. Çăв шапана хуранпа вĕретес пулать те, хĕре çав шывпа çăвас пулать. N. Пĕчĕк хуранăн кукли тутлă, тенĕ. СЧУШ. Çулла хуран çунсан, çумăр пулать, хĕлле — сивĕ. Собр. Хуран айкки çунсан çăмăр пулать, теççĕ. Янтик. Пĕчĕкĕç хуранăн пăтти тутлă. (Мăйăр). Ib. Мăн хуранăн пăтти йӳçĕ. (Йĕкел). Нюш-к. Хурантан пĕр ывăç талĕрсем (пысăк кĕмĕл укçа) ывăçласа: ку матка валли-ха, тесе кĕсене ятăм, тет. О сохр. здор. Тумтирсене хурана вĕри шыв çине ярса пĕр икĕ сехете яхăн пĕр чарăнмасăр вĕретес пулать. N. Хусан тени чăвашла хуран тени пулать. N. Çанталăк хоран вĕренĕ пек вĕрерĕ. Завражн. Йĕс хоран, медный котел. Сунчел. Хурантан çисен хурлăхлă пулан. Ау 34°. Унтан илсе кĕреççĕ те хурана яраççĕ. СЧЧ. Ашĕсене пĕр хуран çинче, пăттине тепĕр хуран çинче пĕçереççĕ. Янш.-Норв. Пуçтарса пĕтерсен çав икĕ теçетски пĕве хĕрне така хуранĕ илсе анаççĕ те, пăттине пĕçерме тытăнаççĕ. Вомбу-к. Хоран кочĕ çонать, ах торă, татах йĕпе полать поль! || Котел (в земле), при игре в шар. СТИК. || Купель. N. Пĕр хурана кĕнĕ.

хурланкă

гравка (орехов). СПВВ. ИА. Сĕм вăрман витĕр тухнă чух, виçĕ мăйăрлă хурланкă татрăм-çке. Юрк. Пĕр хурланкă мăйăрне тĕл пултăм, ăна татса каç турăм. Сред. Юм. Хурланкă тесе мăйăр пулакан вырăна, мăйăрпа пĕрле татса илекеннине калаççĕ. N. Хурланкă = кипенкĕ. См. курланкă.

хурçă

яства. N. Çĕнĕ çимĕç астивнĕ чухне калаççĕ: çĕнĕ хурçă, кив çăвар; килес çул кунтан маларах. Альш. Атте-анне килне хăна пулăр, тунă хурçи пулмин, çăкăрĕ пур. Ib. Пиçнĕ яшки пире мĕн, тунă хурçи сире мĕн. Т. VI. 37. Çырлах, çĕнĕ хурçăпа (тырă) асăнатăп, витĕнетĕп, пĕр пĕрчĕ сапса пин пĕрчĕ пар... (Из моленья „Чӳклеме кĕлли“). Собр. Эпĕ хăна пулнă чухне эсĕ ан ӳкĕн, тур ирттере патăр хурçăра (т. е. пусть вознаградит вас сторицею за ваше хлебосольство). Менча Ч. Эй, ырă чӳклемем, çырлаха пар, çунатлă хурăмпа, пиçнĕ хурçăмпа сана асăнатăп, витĕнетĕп, çырлаха пар, ырă туррăм, ырă чӳклемем! (Из моленья).

хурт

хорт, насекомое вообще. N. Улт ураллă хурт. Букв. 1886 г. Вăрманта пин хурт пуртăр. || Червь, червяк. Орау. Калчасене хурт çия пуçланă. Ib. Хурт çияшшĕ чĕлхĕне-çăварна, çăварăнтан пĕр путлĕ сăмах тухмасть. Микушк. Ыраш хурчĕ нумай пусан, тепĕр çул ыраш лайăх пулать, теççĕ. ГТТ. Çулçă çине хурт ӳкнĕ, хурт пуснă. || Подобне червей, выдавливаемое из лица (кожное сало). Ирч-к. || Пчела. N. Хурт сăхрĕ. Пчела укусила. В. Тим. Çак хуçанăн ĕçки-çики пурте ватă хуртăн пылĕсем. Орау. Хурт çĕмĕрни нихçан та каçмасть (не прощается). Юрк. Хура çĕмĕрт лайăх çурăлсан хурт нумай уйăрат. N. Калах хуртсе кăлартăр пулĕ. Мĕнле, пурте чĕри? Вăй пур-и? Торх. Хуртсен вĕллере апат çук (меду нет), антарман. Ib. Хуртсем ĕçе кайма тапратрĕç (главный взяток). N. Хурт утарне хурчĕшĕн анчах илнĕ вăл (из-за пчел). Торх. Кăçал хуртсен апат пур (медосбор хорош). Ib. Хуртсем ӳкрĕç вĕрене çине (çăка çине, кăчкă çине). Так говорят о полете пчел. Ib. Хурт ĕнмест. Пчелы не ведутся. Ib. Хурт вылятать. Ib. Хурт уçăлчĕ. Пчелы облетелись. Ib. Хуртсене уçăлма кăларса лартрăм. Я выставил пчел для облетения. Ib. Хурт чĕкĕрет. У пчел понос. Ib. Хурт çăвăр ячĕ. Пчелы нароились. || Пчелиный рой. Орау. Хурт тупнă. Нашли рой. Торх. Хурт каялла тухрĕ (о слете посаженного роя). Ib. Таракан хурта лартма тимĕрпе янтратаççĕ. Ib. Хурт амăш çине ӳкрĕ. Отроившийся рой возвратился назад к матке, в свой улей. N. † Вăрман витĕр хурт каять çăка йывăç шыраса, эпĕр кунта килтĕмĕр юлташсене шыраса. ЧП. Хура вăрмана хурт ятăм, хура çĕлен пуррине пĕлмерĕм. Шарбаш. Ялтан яла хурт тусчĕ, хурт тус марччĕ, хĕр тусчĕ, тăрса юлчĕ мĕн тăвас. N. Пĕчик алăкри хорт ӳкрĕ. || Улей. Тюрл. Пĕр пуç хорт (улей).

хурт пахчи

пчельник. Вĕлле хурч. Пĕр çĕре пуçтарса хурт пахчи тума пуçланă.

хурт тат

мед снимать. Яргуньк. Вăрманта йывăç тăрăнче пĕр çын хурт татать, тет, çĕрте пыл катки ларать, тет. Далее человек на дереве уже назван „пыл татакан“.

хорхан

(хорhан), черная смородина. Ирч-к. N. † Хора вăрман варĕнче хорхан татать пĕр ача. Шемшер. † Хорхан шывпе шыва кӳртнĕ...

хуршăмми

большое птичье перо. СТИК. Паян эпĕ çулпа пынă чух икĕ хуршăмми тупрăм. Пĕри хурăн хуршăммийĕ, тепĕри темле вĕçен кайăк хуршăмми. Сред. Юм. Хоршăммине касса, он ăшне пĕчик патакран авăр туса кӳртсе лартса, хоршăммин пĕчик пуçне паранк кӳртсе лартса пăшал пик персе çӳреççĕ, çавна хоршăмми пăшалĕ теççĕ. || Перо (для письма). Юрк. Пĕр икĕ уйăх ытлашшипех аллăма хуршăмми тытса çырни çук. Букв. Хуршăмми тытан хур пулман, тет.

Хусан

Хосан, г. Казань. Орау. Хусанĕпех çӳренĕ иккен (по всей Казани). Н. Карм. Хусансенчен Мускав курăнат, теççĕ, тусем çине ăлăхса пăхсассăн. N. Çакă ĕç Йăван ĕмпӳ Хосан тортса илнĕ чох полнă. Рак. Ашшĕ ура сыриччен ывăлĕ Хусана çитет. (Тĕтĕм). Регули 1474. Вăл пырса Хосана, Шопашкара. Çĕрпӳве. Яргейк. Пĕр хĕлĕх туртăп, Хусан тапратăп. (Хутăр çăмхалани). Коракыш. Хусан хылчăкĕ кунта килсе ӳкĕ. (Йĕп). Собр. Хусан хули вылять ту çинче, мĕлки ӳкет Самар шыв çине. СТИК. Хусан çулĕ тап-такăр (т. е. дорога скатертью). Пĕр-пĕр çын наянланса, хăй кайса илме ӳркенсе, тепĕр çынтан япала ыйтсан, леш ăна çапла каласа хурат. Н. Седяк. Кунти чăвашсем Хусан купĕрнинчен килнĕ. Тояпа ялĕнчен, Хура Шыв ялĕнчен, Йĕлмелĕ. N. † Пуса сартăм пурана, çил вĕçтерчĕ Хусана. Орау. Хусанăн мĕнĕн (в Казани и прочее) сĕтĕрĕнсе çӳресе ӳснĕскер. N. Хусантан укас килмесĕр тимĕр пукан çутăлмас. (Çурăм килни). Рак. Хусантан укас килмесĕр хурт-кăпшанхă тапранмаст. (Пăр кайни). Ib. Хусантан уккас килмесĕр тимĕр хапха уçăлмасть. (Çутăлни). Микушк. Хусантан уккас килмесĕр тимĕр хăма çурăлмасть. (Çуркуннехи пăр çурăлни). Нюш-к. † Хусан çуни хуçмалла, хуçсассăн иккĕн лармалла, тăссассăн тăваттăн лармалла. Юрк. † Хусан çуни хуçăлмалла, хуçăлсассăн та иккĕн лармалла. ТХКА. Асаттепе иксĕмĕре Хусан кăтартса çӳрерĕ. Оп. ис. ч. II. Хусантан саккун килмесĕр хăма çурăлмасть. (Хĕвел тухни). Доска расколется не раньше, как придет указ из Казани. ГФФ. † Хосантан тохакан мăн çолĕ... Казанский тракт. || Назв. селений. ЙФН. Хусан, ял ячĕ.

хосанкка

(Хозанка), чувашин из сторонников Пугачева. Индикеев. Хосанкка улпут ачисене, урисенчен тытса, юман çомне çапса вĕлернĕ. Çапла çӳресе, вăл пĕр-икĕ кĕлет тăвар пуçтарнă.

хусах

хосах (хузах, хозах), холостяк, холостой. Хвалынск. Çамрăк-çамрăк хусахсем утсем хатĕрлеççĕ. Илебар. † Çак уллахра мĕн йĕрри пур, ют хусахăн йĕрри пур. Бугульм. Самарпа Сакмар хушшинче куян выртать парĕпе; хусахсем тытмарĕç хурласа (т, е. считая негодными, плохою дичью), пурсуйсем тытрĕç мухтаса. Шибач. Хосах, аланман ача. Тогаево. Вара авланнă çынсем çывăрма выртаççĕ, хосахсем, хĕрсем пыçтарăнса тортмалла копăспа йорласа тепĕр çĕрте çăлакансем патне корма каяççĕ. Юрк. Эпĕ çул хĕррине тухрăм та, мана хирĕç хусах пырать. „Эсĕ мана пыратна?“ — тет. N. Лучше хусах пуçăн ĕмĕр ирттĕр, тетчĕç авал. || Парень. ЧП. Пирĕн ял витĕр хусах çулĕ. Синьял. Çак ял виттĕр Хусан çулĕ, Хусан çулĕ мар, хусах çулĕ. Юрк. Пирĕн пӳрт çумĕ хусах çулĕ, хусах çулĕ мар, уллах çулĕ, çĕрĕн-кунĕн айăх çук. Шел. 104. Ак пирĕн хыçран ик хусах килет. Панклеи. N. Такмакран икĕ хосах сиксе тохаççĕ те, Кокшана пуçран шакка пуçлаççĕ. Тогаево. Вара амĕш вилсен хосах ачи сывалнă, тет. Ib. Çавăн пек пĕр ялта пĕр арăмăн хосах ачи чирленĕ, тет. Сред. Юм. Хôсах ачапча, парни. || Вдовец, вдова. Сред. Юм. Хôсах арçын, вдовец или совсем неженатый старик. N. Хусаххăн пурнакан, вдовец. N. Хусах арăм, вдова. Сред. Юм. Хôсах матка, вдова. Якейк. Хосах арăм тесе опăшки вилнĕ хĕрарăма калаççĕ. Ib. Арçынна та арăмĕ вилнĕ пулсан, хосах теççĕ. N. Ача-пăчаллă хусах арăмсене пулăшса тăмалла. Анчах хăш-хăш ялти çынсем çавăн пек хусахсене пулăшса, пăхса пурăнас вырăнне пушшех хĕссе аптăратса пурăннă. Сред. Юм. Хôсаххăн порнать, живет вдовцом или вдовою. N. Эпĕ хусахăн пурнаймăп ĕмĕрех. || Птица без самки или самца. Орл. Хусах хур (не имеющий гусыни) пек çӳрет (как в воду опущенный, печальный). Юрк. Эпĕ халĕ те пулин, хусах хур пек, пĕр пĕчченçи пĕркеленсе пурăнатăп, авланман. || Пухтел. Хусах хур = чĕпĕ кăларман хур. Чертаг. Хусах хур, чĕппи вилсе пĕтсен. Б. Хирлепы. † Пĕччен юрă юрласан (если спеть), хусах тăрна сасси пек.

çил-хусăрка

гроза. Полтава 59. Çил-хусăрка килсессĕн, ху арăмна ан йăхăр. Тот стой один перед грозою, не призывай к себе жены. Ib. 27. Çав вăхăтра Маçеппă çил-хусăрка пуласса ним пĕлмесĕр, сисмесĕр ĕлĕкхи пек пĕр маях хăй шухăшне шухăшлать.

хускан

трогаться, двигаться. СПВВ. ПВ. Хусканат. Орау. Турĕ лар, ан хускан, асту. Сред. Юм. Эс пĕр ларнă чôхне чипер, вырăнтан хосканмасăрах лар-ха. N. Вăл ман хулпуççисене урисемпе пуснă та, эпĕ хусканаймастăп та. Çăварни. Унăн умĕнче (перед ним) пĕлĕт хусканĕ, хĕвел тĕттĕмленĕ. || Шататься. N. Шăл хусканать. N. Юпа хусканать. Столб шатается. || Чув. пр. о пог. 207. Ĕлĕк пит йывăр ĕç ĕçлесе çĕмĕрĕлнĕ çыннăн шăмми-шакки хусканса ыратсассăн, çанталăк йĕпене каять. Когда у человека разбитого от очень трудной работы, заноет тело,— к ненастью. || Томашиться, забегаться, засуетиться. N. Пĕтĕм хула хусканнă. Чув. пр. о пог. 262. Хуртсем хускансан, йĕпе-сапа пулать. Если пчелы толкутся, будет ненастье. || Орау. Ăна илтсен, ман пĕтĕмпе чĕре хусканать.

хуç

хоç (хус’, хос’), ломать, изломать (вещи). Сет-к. Порт аврине темчол хăтлансан та авса хуçас çок. N. Суха-пуçне Хлимансем купăста йăрань сухалама илсе кайрĕç те, хуçса кӳрсе пачĕç. А.-п. й. 47. Тилли каялла çаврăнса пырать те, шĕшкĕ туя хуçса илсе, тытăнать кашкăра ăшалама. А лиса возвратилась обратно, отломила орешник, взяла волка за хвост и ну стегать его по спине. Ib. 103. Ирхине хĕр йĕке вĕçне хуçса илет те, ашшĕне парса çапла калать... А утром она отломила кончик своего веретена, подала его отцу и говорит... Ib. 69. Инке, аяк пĕрчи хуçатăн,— тесе кăшкăрать Пӳрнески кăвас чĕрес ашĕнчен. Аскульск. Тапарах та сикерех, уратине хуçарах, эпир тепĕре киличчеи çĕнĕ урата хурайĕç. N. Тăрăс! тарас! тапар-и? уратине хуçар-и? уратине хуçсассăн авăспалан саплăпăр. Сиктер. Шывăн леш аякки симĕс хулă, хуçаймарăм ывçăм туличчен. N. Хветĕр арăмĕнне канчалаççине хуçса пĕтерчĕ те, вара кăнчалине унича алăк çине ялав çакрĕ. || Сгибать. К.-Кушки. Алă хуç. Самар. Хăшĕ унта ура хуçса ташлат. Тогач. Пĕр карташ сурăх мый хуçса выртĕ. (Кукăльсем). || Складывать. ГФФ. † Хосан çони хоçмала, хоçсан иккĕн лармалла. Казанские сани складные, если их сложить, можно сесть вдвоем. || Заломить (шапку). ЧП. Хуçрăм лартрăм çĕлĕкме. Собр. Туртнă çыхнă пилĕкне, хуçнă лартнă çĕлĕкне, хĕнемен çынна хăвармасть. (Милĕк). || Колошматить. В. Олг. || Изуродовать. N. Микуçа хăй арăмне халăх кĕлечĕ патĕнче çапса хуçна тĕлте çапса хуçна. Кан. Арăмĕн аллине çапса хуçнă. Изамб. Т. Кăна çăварĕнчен, самсисенчен юн киличчен хĕнесе хуçнă. || Ранить. N. Улпут сыснине улт сыснана петĕм хуçрăм та, пĕр кĕлет какай турăм. А.-п. й. 61. Анчах пĕр пĕчĕк вĕçен кайăк, темле ăнсăртран çунатне хуçнăскер, вĕçсе каяйман та, пĕчченех тăрса юлнă. || Юрк. Яшки пиçнĕ, хуçнă, пырас та çиес. N. Çав такана кăçалхи çул çав пирĕн ачанăн туйĕшĕн тытса пуснă, пиçнĕ, хуçнă, çак туй халăхшĕн хатĕрлесе хунă. || Свернуть. Якейк. Йăвана пĕр конта хуçса прахрĕ, темле осал чир полч (свернуло). || Разорять. Изамб. Т. Юрлăскере тата ытларах хуçса каять ĕнтĕ (разорит). Жатва. Вĕсем ниме юрăхсăр пукра пек, кирлĕ мар йывăç пек, тасисенех усал тăвасшăн пурăнаççĕ, кăлăхах тасисен пурăнăçне хуçаççĕ. Ачач 77. Пĕтĕм пурнăçа хуçса хăварчĕ вăл. || Огорчать. Альш. Ашшĕ-амăшне хуçаççĕ (умирающие дети). || N. Хĕрарăмсем сăмах хуçса калаççĕ (или калаçмаççĕ?) || Сăмахпа çапса хуçаççĕ. || N. Шывăн урине хуç = сивĕ шыва лĕп ту. || Плести (лапти). ТХКА 27. Пысăк, йăвăр çăпата хуçса парса тарăхтартăн мана. НР. † Пĕлтĕр хуçнă çăпатине тор-тор! кăçал туса пĕтертĕм, шеремет! Лапоть, начатый (который начал плести) в прошлом году, в этом году доплел я.

хуçăк

(хуз’ы̆к), обломок. Тюрл. Тата хăшĕ-хăшĕ йĕп хуçăккисем пăрахса пыраççĕ (бросают на ходу). (Хĕр сухи). Собр. Вуник хуçăк пĕр пашалу. Собр. Вуникĕ хуçăк пĕр çӳхӳ. (Тенкел). || Изгиб. Ск. и пред. чув. 100. Вуник хуçăк хуçăлать. Всячески изворачивается. Кан. Хăйсене тĕл пулас тăвас пулсан ĕлĕк хресчене З çухрăмран кăшкăрса пăрăнтаратчĕç. Халĕ ĕнтĕ хăйсем 13 хуçăк пулса, çĕлĕкĕсене малтан илсе лапчăна-лапчăна лараççĕ. || Загиб, складка. Г. А. Отрыв. Тата аякка та, ик енне пĕрер туттăр ĕçлесе янă. Аяксенчисене виç хуçăк туса хутласа ĕçленĕ. || Кусок. N. Первей пĕр савăл çăкăр касрăм та, тата пĕр хуçăк полă илтĕм те, кăсия чикрĕм. || Изуродованный. N. Ман ура хуçăк, витĕр хуçăк мар. А.-п. й. 62. Мĕскĕн кайăк каллех малала каят, йăкăлт-йăкăлт сикет хуçăк çунатне тăратса. || Дешево. N. Хоçăкрах сот мана (дешевле продай).

хуçла

складывать. Г. А. Отрыв. Аçам та хальхи пак çухавиллă пулман ĕлĕк, тăлăп çухави пак тăратма çухавиллă пулман, пĕр аллапки сарлакăшĕ хуçласа тувă тавраллах. Яргуньк. Хуçла = хуçлат, складывать (напр. бумагу).

хуçа

хоçа (хуз’а, хоз'а), хозяин, владелец; купец. Орау. Ку çăпатан хуçи çта? Юрк. Хуçисем паллă кăна пысăк хăнине тытăнаççĕ мĕн пурĕпе силлеме. Ib. Хуми çӳллĕрен ниепле те тушне (тушу овцы) тепĕр енне ывăтса каçараймасть; хуçи хăй патне пынине курмасăр тек асапланать. ЧП. Пĕр икĕ çавра юрă юрласшăн хаварас мар хуçин кăмăлне. Хуçи хуçа ятлă мĕн, сăрисем пыл пек тутлă мĕн. N. Эсĕ, Марье, нумай пулать-и хуçана кĕни? Кам хушрĕ сана манран иртсе пурăнма? N. Ĕлĕкхи хоçи (мой) тĕл полчĕ. Якейк. Ĕçес-çияс хуçаран, калаçас-колас хамăртан. Кильд. Вара вăл хăй те хуçана ӳкнĕ. N. Хуçанăн сылтăм енче çĕнĕ пӳрчĕ пур, тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăватă кĕтеслĕ, çине шатрун виттернĕ, ăшне калтир турттарнă. Çав çĕнĕ пӳрчийĕн сакăрвунă сакăр сакки пур, пĕр саккине пире выляса кулса ирттерме памĕ-ши? Тата унăн çичĕ çулхи вăкăрĕ (вăкăри) пур, мăйраки кĕмĕл, чĕрни ылттăн, мăйракипе çĕр чавать, чĕрнипе çул хывать. Çак хуçанăн аслăк тăрринче пĕр кăркки пур, унăн-кунăн кускаласа çӳрет, уна икĕ çулччен тытайман пусман, халĕ туй халăхĕшĕн тытнă пуснă, сĕтел çине лартнă, çуначĕпе витнĕ. Курм. Хуçа апачĕпе: чăкăтпа, çӳкӳпе. П. Пинерь. Килмĕттĕм эпĕ çак киле, илемлĕ иккен хуçан ĕçкисем. ГФФ. † Эпир контан кайсассăн, хоçи йолать хорланса. Когда отсюда мы уедем, хозяину станет грустно. ГФФ. † Хоçи тохрĕ те курмашкĕн те. Вышел поглядеть хозяин. ГФФ. † Хоçи çӳрет савăнса. Хозяин ходит и радуется. А.-п. й. 18. Утар хуçи илтсессĕн, иксĕмĕрĕнне те тирсене сӳсе кайĕ,— тет. ГФФ. † Порнеллĕ те перчаткă тахнас мар, хоçасен чонне хорлантарас мар. Уж не будем надевать перчаток, чтобы не огорчить этим купцов. ГФФ. † Самар алстоль сар алстоль, Самар хоçи йышăнмасть. Самарский купец не признал за свои самарских желтых толиц. ГФФ. † Номай окçапа мĕн тăвас? Эпĕр хоçа полас çок та, хоçа ятне илтес çок. На что нам много денег? Купцами нам не быть, не нам носить имя купца. А.-п. й. 71. Çав вăхăтра çулпала пĕр хуçа вĕçтерсе килет, тет. || Хозяйство. О землед. Кил-хуçара сухапуçĕсем анчах пулсан, навуслă анасене плуксемпе сухаланă пекех сухаламалла. || Ходар. Пире тата кайăкран-хуçаран, вăрăран-хурахран, вутран-кăвартан, шывран-шуртан, тĕрлĕ хуйхăран, тĕрлĕ чиртен, тĕрлĕ асапран — хăтар пире.

хут

хот, бумага. N. Эпир пӳрт ăшчиккине хут çыпăçтартăмăр. ТХКА 4. Эпĕ профессăр мар, ăслăлăха нумай вĕренмен, пăртак шурă хут çине хуратса çыркалама, алă пусма çеç пĕлетĕп. Артюшк. Хăй хут пек, йĕп чиксе кĕмес, туп. (Вăл пулĕ келенче). Собр. Хусан çинче хут вылять, Хусан илемне çав кӳрет. N. Хăят чиркĕвĕ хут çинче. ГФФ. † Кĕтмел аври хот полчĕ те, манăн савни йот полчĕ. Брусничиая трава стала бумагой, моя милая стала чужой. || Письмо. N. Пичче вилнĕ хот килчĕ. N. Икĕ хот хяль ола-хыçлах кисе (пришли). N. Эсир хот ма питĕ сахал çыртăр? N. Тата нумай çырмалли, тулĕк хут çине кĕмест. N. Эпĕ сан хута пĕр маях алла илтĕм. N. Халĕ хăвăн хоту çинче те килчĕ атрĕсу. N. Ман упăшка хут яман-ши? N. Эпĕ пыракансенчен хотсам парса ярсаччĕ. N. Пирĕн пата хот ямасăр ан тăр. Якейк. Çак хота хирĕç эп хот ярас темесп. Я не хочу ответить на это письмо. Ib. Эп он хотне уçса воларăм та, кальлях çыпăçтарса лартрăм. Н. Сунар. Ун патне хут ӳкерсе яр. N. Çак хотран йолап сив чирпе. || Деловая бумага, документ. N. Пĕр-пĕр ĕç хучĕ çырнă чухне. Турх. Чавкасем саккун хучĕпе виçĕ çерçие чĕннĕ, тет. (Авалхи юмахран). Юрк. Пĕр ерне яхăн çапла ют хулара пĕр хутсăр-мĕнсĕр граф Игнатьев ячĕпе пурăнсан, хайхисем хăйсен хулине тавăрнаççĕ. Çĕнтерчĕ 46. Комсомол яччейккипе пионер отречĕн клупĕ тесе çырнă хут çапнă. || Грамота. N. Эпĕ сире çырăва (хута) вĕренесси çинчен каласа кăтартас тетĕп. ЧС. Эпĕ хут вĕрене пуçласан, кирĕметрен хăрави ахалех пулнине кăшт туя пуçларăм. Байг. Кушкăра хут вĕренсе килсен, эпĕ пĕрмай кĕнеке вулаттăм. N. Хута вĕрен. N. Хута вĕрент. Трень-к. Эпĕ ача чухне хĕлле хут вĕренме çӳреттĕм. ТХКА 14. Хут вĕреннĕ çын. Абыз. Çитĕнтернĕ, хут вĕрентнĕ. Курм. Авал чăвашсене хут вĕренме питĕ йăвăрччĕ. Сред. Юм. Хôт патне ятăмăр. Послали учиться. N. Ачасам хот патне карĕç-и? Б. Янгильд. Эпир хĕлле хут патне кайнă чух ялан мулкачă йĕрлеттĕмĕр. Сред. Юм. Эс хота пĕлет-не? Знаешь ли ты грамоту? Якейк. Тияк мари полччăр-и, хот воласа ларччăр-и, шор пĕремĕк çиччĕр-и. N. Хусан тиекĕ мĕн ĕçлет? Çыру çырать те хут çапать. || Бумажный. Чăв. й. п. ЗЗ. Вăл укçасем пурте хут пулнă иккен. А.-п. й. 99. Унтан улпут кăсйинчен пĕр кирпĕç пек хут укçа кăларса илсе шутларĕ.

хутла

учиться, грамота. Капк. Эй, инкесем, аппасем, хĕрсем, хутла вĕренме тытăнар. Трак. Хутла вĕренме шкулĕ те çывăхра пулман. Качал. Ĕлĕк пĕр карчăкăн икĕ ывăл пулнă, икĕш те Йăван ятлă, тит. Икĕшне те карчăк хутла (вĕренме) пачĕ, тит. Якейк. Ачая хотлая патăм. Ib. Хотларан тавăрăннă чох йăтă чут толласа тăкатчĕ. Ib. Сан хотлупа тем тăвать поль Çтуппан, ахалях вăл лайăх порнать. Больно, чай, нужна Степану грамота, он и так хорошо живет. Курм. Эпĕ сакăр çул ăшне кайсан, мана хутла патне чĕнчĕç. Пирĕн пыл парса, укçа парса юлма вăй çитмер. Б. Олг. Эп хотла вĕрентĕм ик çол. Курм. Хотла пĕл. Ib. Ун чухне чăвашсем хутла йĕркине пĕлмесĕр çапла аппаланса пурăннă (т. е. делали суеверные обряды) = И В обмен на бумагу.

хут

раз. Кан. Виççĕ çурă хут ытларах. Янтик. Пирвайхи хут эпĕ çварнире карăм, иккĕмĕш хут хрен эрнинче карăм. А.-п. й. 15. Питех те вăйлă япала-им вăл апла? — тесе ыйтать йытти, кашкăр çинчен пĕрремĕш хут (первый раз, впервые) илтекенскер. Орау. Иккĕ кайса ик хутчен те чей ĕçрĕм (оба раза). Чув. кален. 1911. Апата кунне виç-тăватă хутчен парас пулать. Орау. Эп ун патне виçшер хут кайăп (буду ходить по З раза), Якейк. Виç хут сан пата килтĕм, итто сана коримарăм. Кн. для чт. 102. Пăртак ларсан, тарăн юр çинче пĕр-ик хут малалла сикнĕ те, каллах кайри урисем çине ларса ун-кун пăхма пуçланă. Ой-к. А мĕн çĕр хут каласси пур ăна? Эпĕ сана тахçанах пĕрре каланă вĕт, терĕ, тет, старик. Зачем же повторять это сто раз? — сказал старик,— ведь я уже говорил тебе однажды об этом раньше. А.-п. й. 35. Тăрна тата тепĕр хут ыйтать: Тилĕ тус, сан ăсу миçе, манăн пĕрре те юлмарĕ ĕнтĕ?–тет. Ib. 81. Виççĕмĕш хут каять. Ib. Пăрçине ку хутра та тăм илсе каять. Регули 1044. Пĕрер хут анчах текен. Ib. Икшер хут килтĕмĕр сан пата. N. Пĕр конта темиçе хут килет. Завражн. Пĕрре килсе кайсан, тепĕр Хут часах килчи? Баран. 105. Шăнкăрчă çу каçиччен икĕ хут чĕпĕ кăларать. Иккĕмĕш хутне кăларсан, ватă шăнкăрчисем çамрăккисене пухса кĕтĕвĕпе вĕçсе çӳреççĕ. КВИ. Вилнисене юрăпа шăтăк ăшне антарчĕç. Ĕречĕпе вырттарса виççĕ ӳксе пуççапрĕç, ури çине тăчĕç те виçĕ хутчен пуç тайрĕç. || Шурăм-п. Пирĕн пĕр хут çине аксан та, ик хут çине аксан та пĕр пекех пулать, теççĕ. Ib. Нăрваш енелле пĕр хут çине çеç акнăран акана пĕтере пыраççĕ. Сред. Юм. Хытти хутне тумалла. Нужно вспахать землю, лежавшую под паром, в первый раз. Баран. 100. Пĕлсе ĕçлекен хуçа малтанхи хутне кĕркунне сухаласа хăварать. N. Пĕр хутпа та пулин акса хăварăр. || Изамб. Т. Чӳречесем пĕчĕккĕрех те, тăватта-пиллĕкрен ытла пулмасть. Усем те пĕр хут кăна пулаççĕ. Орау. Сĕтне ик хут чӳрече хушшине лартнă. Поставили молоко на окно, между двух рам. Ib. Хĕлле эпĕр сĕте шалти хут чӳрече хушшине лартатпăр. Ала 6°. Çичĕ хут тимĕр алăк. || N. Арçынсем пĕр хут кĕпепех урапа çине кĕлте тияса киле турттарса каяççĕ. Изамб. Т. Чăвашсем çула кайнă чухне темиçе хут тăхăнаççĕ. Ст. Айб. Пĕчиккĕç пукане пур, пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Виç хутăн явнă шăрçаланса тăракан кантăра. N. Хитон — вăл çавнăллă кĕпе пек, пĕр хутăн та, икĕ хутăн та тăхăнма юракан тумтир. Регули 1045. Ик хучĕпех тăхăнса кайрĕ вăл, кĕрĕк-сăхманĕпех. Якейк. Эп паян сивĕрен виç хут кĕпе тăхăнтăм. || Этаж. Панклеи. Çӳлти хут, вăталăх хут, аялти хут. N. 6 хут тăринче пурнатпăр. Кан. Виççĕмĕш хута шыв хăпартать. || Слой. Орау. Чĕлхен пĕр хут тирĕ сĕвĕнчĕ юлчĕ. || Складки. N. Виç хут аркăллă шур кĕпе. || Выçăхакансем: Ламппă пулсан, çутчăрччĕç пĕр хутчен. Халапсем 31. Карчăкĕ те кăна шеллесе: пĕр хут кĕр эппин, тет (ну ладно, переночуй что ли). N. Апла халăх хĕн курнине куриччен, вăрçăра вилер пĕрех хут, тесе çырнă леш салтакĕ. || Помощь. N. Вĕренме ан пăрах. Итак халĕ алă хутне пынă пек те, çапах та ăна пăхас пулмас, ӳссен пит кирлĕ япала.

хута кĕр

заступаться. Якейк. Эп сан хута кĕтĕм. Я заступился за тебя. N. Пирĕн хутăмăра кĕр. Дик. леб 49. Пĕр чĕрĕ чун та Елиса хутне кĕмен. Сĕт-к. Çичĕ йота тохсассăн, манăн хута кам кĕрет? (Хĕр йĕрни). Ст. Дув. Çичĕ ютран сăмах илтсессĕн, манăн хута кĕрес çынсем çук. N. Вĕçем Мĕкĕте патне пынă та, ăна хăйсем хутне кĕме йăлăннă. С. Тим. † Шăпăр-шăпăр çумăр çăват, пире сăран кам парас? Çичĕ ют килне кайсассăн, пирĕн хута кам кĕрес? Ала 93. Пĕри те ăна хута кĕрекенни пулман. || Помогать, служить подспорьем. Баран. 98. Пайтах ĕçре тата ун хутне лаша кĕрет (помогает). КС. Улми лайăх пулсассăн, çăкăр хутне кĕрет (служит подспорьем). || Заменять что. Копăрля Янасал. Çирĕм чикĕм масмакне тоттăр хутне кĕрет поль терĕм (думала я). Баран. 100. Пахча çимĕçĕ çăкăр хутне кĕрет. Ядр. Çак сурпана ма турăм-ши? Ама хутне кĕрет пуль терĕм те, ама хутне кĕмен мĕн, хĕр ĕмĕрне иртернĕ мĕн. Баран. 119. Вăрманта тĕрлĕрен кăмпа, çырла ӳсет. Вĕсем пурте апат хутне кĕреççĕ.

хутла

повторять; умножать, помножать. N. Иккĕ хутлă пĕрене. || Съездить (сходить) куда-либо (один или несколько раз), разьезжать взад и вперед. Шурăм-п. Пĕрмаях пĕрин патĕнчен тепри патне хутлаççĕ. N. Тата (кроме того) пĕр минутрах виç-тăват пин çухрăма калла-малла хутламалла пек туйăнат тет. Кажется старухе, ставшей вупăр’ом, что она может на 1000 верст перенестись в 1 минуту. Янш.-Норв. Евчи çапла сăмах çӳретсе темиçе те хутлат, кайран вара чисти килĕшеççĕ те (уговариваются), хĕр ашшĕ патне çураçма каяççĕ. Изамб. Т. Эпĕ пĕрре Тимеше хутларăм (= кайса килтĕм). Тюрл. Çорпилĕке миçе хутларăн. Сколько раз прошел от конца до конца (напр. при бороньбе, пашне). Пшкрт. Эп паян он патня виççĕ хутларăм (З раза сьездил, сходил). Хурамал. † Кӳлнĕ лашасем сарă пулсан, саккăр хутлăттăм Самара. Панклеи. Пĕр çĕртех ку виç саркавая виççĕ хутласа тавăрнса ларттĕр. N. Вăл Йăваншăн Пăрачкава тиректăр патне темиçе хутланă. || Складывать (бумагу), сгибать, перегибать. СТИК. Хутла хутла картлама пек туса хунă (сложено гармоникой, напр, бумага). Толст. Унтан çуначĕсене хутланă та, йăви хĕррине ларнă. Изамб. Т. Эп хут хутларăм (сгибал бумагу). Ст. Чек. Малтан шултра, кайран янăçемĕн вĕтрен вĕт хутласа майласа яраççĕ. Нюш-к. 2 кĕтессинчен хутласа З кĕтеслĕ туса каçан хыçне хулпуççисенчен çакнă. Шел. 64. Хӳрисене пурне те хутла-хутла тӳленĕ. || N. Киремечĕ, соккăрскер, хăй пĕччен никама та тытса хутлаймас. Н. Яха-к. Выльăхсем анса шыв ĕçрĕç пулĕ, путса ларнă пулсан та тытса ан хутла. (Из обращения к воде в „шыв мимри чуклени“). || Грести на лодке (?).

хутланчăк

сгиб. Бгтр. Пĕчĕкçĕ ачанăн пĕççи çинчи хутланчăксем (карчĕсем) икĕ пĕççи çинче те мăшăрлă пулсан, ача вилмест теççĕ, пĕр пĕççи çинче хăрах пулсан, вилет теççĕ.

хутлă

имеющий этажи, этажный. N. Темиçе хутлă чул çурт. Чув. календ. 1910. Халĕрех тата 65 хутла çурт тунă. N. Виç хутлă çурт. || О сохр. здор. Чӳречесене хĕлле икĕ хутлă лартмалла. N. Пĕр хутлă чӳрече. || Халапсем 9. Ăна уншăн ялĕнчи çыннисем пурте пĕр хутлă (глупый), ухмах çын тенĕ.

хутлăх

протяжение, расстояние, проежуток. Альш. Пĕр вунă-вунпилĕк çухрăм хутлăхĕ çулĕ ту килет ялан та. СПВВ. Х. Хутлăхăмăр инçе, çӳрейместпĕр, килекентен салам ярсамăр. Альш. Вăл ял хутлăхĕсем инçе-и? Ib. Кашапа Елшел хутлăхĕ улт-çичĕ çухрăм кăна. Юрк. Ах тантăшçăм Анна пур, иксĕмĕр хутлăх аякра. (Хĕр йĕрри). Лашм. Вĕтлĕх кăна хутлăх хурамалăх, çимĕç пиçес çĕрсем пур. || Место. N. Хутлăх = вырăн. Альш. Тăхăр ял чӳкĕ хутлăхĕ. || Этаж. N. Çӳлти хутлăх, аялти хутлăх. || Между. Альш. Вăрманпа Ескӳл хутлăхĕнче çаранлăх: хамăр ял айĕнчех — пирĕн, унтан лерелле Хирти Кушкăсен, Мертлĕ — сĕн. Между лесом и озером Ескул луга: под самой нашей деревней — наши, а дальше — принадлежащие Полевым Кошкам и Мертлям. N. Мĕншĕн хĕвел пăхмасть-ши? - Пĕлĕт кĕнĕ хутлăха. Мĕншĕн савни çырмасть-ши? — Тăшман кĕнĕ хутлăха. N. Килте хăвăр хутлăхра килĕштерсе пурăнмасан, çыру та ямастăп. || Среди, в. Альш. Сайра тепле мăкшă-вырăс пулать хутлăхра (т. е. среди пастухов, которые все из татар). Юрк. Çын хутлăхĕнче пурăнса ӳссе. Ib. Туйсенче мĕнте арçыннисем çумне, пиçиххи хутлăхне, апла-капла чухне, çынна хăратма саламат (нухайкка) çакнă. || Отношение. Буинск. Упăшкапа арăм хутлăхĕ, супружеские отношення. ЧП. Каям теттĕм савнине, тăшман кĕчĕ хутлăха. Изамб. Т. Ан кĕр, савни, хутлăха, эп выляймăп, тăшман пур. К.-Кушки. Пирĕн иксĕмĕр хутлăхăмăр (е: хушшăмăр) аванах мар çав. Дело в том, что между нами (двоими) не очень-то хорошие отношения. || В течение времени. N. Çак хутлăхра вăл никампа та калаçман. N. Анчах пĕр виç эрне хутлăхĕнче первый класра по-русскому языку вĕрентсеттĕм. Альш. Вăл-ку çинчен калаçкаласа тăратпăр аранçĕ, çав хутлăхранах класа пĕр хам пĕлекен уччиттĕл пычĕ кĕчĕ. || Случай; причина. Тайба-Т. Юрламастпăр юрра хутлăхран, эпир юрлатпăр эсир пирĕн чи савнă туслăхран. Альш. Çапла тек вĕренмен хутлăхран, килти çинчен калаçа-калаçа ирттеретпĕр вăхăта. Тайба-Т. Пĕлтĕр çухалнăччĕ кĕмĕл çĕрĕ, кăçал тупрăм ăна хутлăхран (случайно).

хутран

изредка, иногда, время от времени. Кан. Крымра халь те сайра хутран çĕр чĕтренсе илет. Якейк. Хутран виç кĕпене лорнап, пĕрне хутран тăхăнмалли тăвап, лайăх кĕпе, тонтир прăçнăксенче, пасарсенче, çимĕксенче тăхăнмалли. N. Хутран-хутран кăна çĕрулми пĕçерсе çиетчĕç. N. Хутран-хутран çеç килĕп. Букв. 1904. Хутран-хутран аякра куккук авăтни илтĕнет. || Время, течение времени. Альш. Пушă хутран (в свободное время) халлапсем яратпăр пĕр-пĕринпе. || Случай. N. Çакă хутран салтака каймарăм. Баран. 31. Тӳр килнĕ хутран вăл тепĕр чухне пилĕк пус анчах вăрламасть, тенкипех çаклатса тухать. Ib. 30. Шухăша кайнă хутран кăна (ему) тахăшĕ каланă пек туйăнать. Ib. 201. Май килнĕ хутран вĕсем çине тăма тăрăшнă. Ib. 128. Хĕн килнĕ хутран виле те çисе пăхать (лисица).

хут

топить (печку, баню). N. Кăмакана вут хутни. Орау. Паян кăмакана хутса çунтартăн-и эсĕ? (истопил ли?). N. Хветли кантăр типĕтме мунча хутнă. Ашшĕ вăл мунчине хытă хутасран хăранă. Хветли ашшĕне каланă: эпĕ мунчине чулĕ хĕрмеллех хутман, тенĕ. N. Эпир пӳрте улăм (улăмпа) хутатпăр. Ромс 29. Вутă хутса çунтар, истопить печь. Орау. Кăмака хутса ятăм эп, те çунать, кайса пăх-ха. N. Ку таранччен пĕчик пӳрте вота хутман-ха. N. Эсир вут хутрăр-а паян? N. Эсир пӳртĕре мĕн (мĕнпе) хутатăр. Сборн. по медиц. Хĕлле е кĕркунне йывăр сывлăша туртса тăтăр тесе кăмакана хутах тăрас пулать. Изамб. Т. Кăмака хутса яраççĕ. Затопляют печку. Абыз. Хутса лартас, затопить. || Мочить (мочало, лен, коноплю). Изамб. Т. Шурă тăвас тесен шыва хутаççĕ (лен). N. Ку çырмана кантăр хутаççĕ. Якейк. Çапса пĕтерсен кантăра е йĕтĕне хотаççĕ. Ib. Эп паян ик солă кантăр, пĕр солă йĕтĕн хотрăм. Ib. Эс кантăр хăçан хотас тен? — Эп сус хотса кăларни эрне ытла уш. Ib. Эп сӳс хотса кăларнăранпа теминче кон та ирттĕр поль. Кан. Йĕтĕнпе кантăра хутмалла. Ib. Вăрăм Ухваниç Лăриванĕ ял хушшинчи пĕвене курăс хутнă. Б. Олг. Каран вара хотаччĕ кантăрне те, посине те, шура выртат виç эрне. Баран. 153. Çăка хуппине вĕсем шыва хутаççĕ. N. Кантăр хутма кайнă. N. Мунчала хутма кайнă. Поса кантăрне хотса кăларчĕç. Сред. Юм. Кантăра çапсан пăртак çемçелме шыва кайса пăрахнине — кантăр хутас теççĕ. || Ставить спряденные ннтки в золе в печку (белить нитки). Б. Яныши. Хора кораксем килсен, чăваш хĕрарăмсем часăрах çипсем хотса (пĕçерсе) пир тĕртме тытăнаççĕ.

хутаç

хотаç (худас’, ходас’), мешок. Изамб. Т. Хутаç, мешок маленький, самое большое в 1 аршин длины. Сред. Юм. Хôтаç, мешок, в который приблизительно пойдет с пуд муки. Янш.-Норв. Çур хутаçа яхăн кĕмĕл тупнă. КВИ. Ылттăн-кĕмĕл çап-çутă хутаç тулли ялтăрать. Ib. Ухмах этем шăлнĕне сăнăпала чиксенех илчĕ укçа хутаçне. Крат. расск. 20. Вĕсем ăна астумасăр чикнĕ пулĕ сирĕн хутаçăрсене. N. Хутаççа (хутаç ăшне) улма тултарнă. ТХКА 81. Тăватă мăйăрне çиеп те, ыттине хутаçа ярап, тет. || Кисет. Панклеи. Алăкра чĕлĕмпе тапак хотаççи çакăнса тăрать. || Сума, котомка. Собр. Ĕçлес килмесен, хутаç çакса кай, теççĕ. (Послов.). Арçури. Хутаç çакса каятпăр, ыйткаласа çӳретпĕр. ТХКА 75. Çав кĕрпене аппа пĕр хутаçах çыхса парса ячĕ мана. || Сумка. Тюрл. Хотаç хăлăплă полать, çăкăр чиксе çӳреççĕ он çине, пысăк мар. Ачач. Шкул хутаççине хул айне хĕстерчĕ те, пĕчченех килелле уттарчĕ. Регули 1115. Хотаçа ятăм; хотаçа хотăм; хотаç шне хотăм. || Ящик на мельнице. Ст. Чек. || Стручок. N. Хутаç-хутаç, пăрçа курсан кăшкăраççĕ тăрнасем. П. Янгильд. Çавăнта пĕрре, пăрçа хутаççи тулсан, пăрçа вăрлама карăмăр. Якейк. Хора хотаç, рожки (фрукты).

хутăр

хотăр (худы̆р, ходы̆р), мотать нитки. Б. Олг. Хоттăр хотăрни. N. Хотăрнă çип. Ст. Чек. Хутăраççĕ вăтăршар сум, сумĕнче тăватшар пĕрчĕ. 120 пĕрчĕ пулсассăн пĕр вунă тесе калаççĕ. Çавна арăмсем 21/2, 2 пуса авăрлаççĕ. Якейк. Паян виç хоттăр хотăртăм. Ib. Хоттăр хотăрма пĕлмелли ним те çок, ил те хотăрмах пуçла.

хутăр йывăççи

хутăр йăвăççи, хутăр йăвăçĕ, мотовило, снаряд для наметки пряжи с веретена. СПВВ. МА. Хутăр йывăççи çине хутăр хутраççĕ. Н. Седяк. Хутăр йăвăçĕ, авăрланă çипе хутăраканни. N. Хутăр йăвăççи, чĕр çип çăмхалакан хатĕр. Тăрăшшĕ унăн пĕр хур та 2 ал тытăмĕ пулса. Çип хутăрнă чухне хутăр йăвăççи çинче 4 уйрăм хутлам пулса выртат. Çак 5 аршăнлине 4-шар пĕрчĕн шутласан 1 сум пулать. Çавна 30 сум илсен, пĕр ӳкем пулать. Кашни хутăрта 5-рен пуçласа 8—9 ӳкеме çитиччен пулать. Çинçе çиппе нумайтарах ӳкемлĕ, тачка çип пулсан, сахалтарах ӳкемлĕ тăваççĕ. Хутăр Йăвăççи вăрăмрах пулсан ӳкемре 20—25 сум анчах тăваççĕ. М. Николаева. Чтобы приготовить нитки для холста, их наматывают в мотки. Для ваматывавия употребляется особое приспособление, которое в нашей местности, т. е. в дер. Передние Яндоуши (Малти Антавăш), носит названне хутьăр йывăççи. Хутăр йывăççи — круглая палка, сантиметров 5 диаметром и аршина 2 длиною. На обоих концах этой палочки, на расстоянии приблизительно 1/2, вершка от конпа, вставлены поперечные палочки длиною в 1/2 аршина. Эти палочки вставляются перпендикулярно друг к другу и основной палке. На один конец одной из этих палочек перпендикулярно к этой палочке и основной палке вставляется другая маленькая палочка вершка 2—21/2. Когда наматывают нитки, этот конец держат вверх. При наматывании основную палочку держат левой рукой за середину, а правой руке, в которой находится нитка, подставляют то один, то другой конец хутăр йывăççн. Наматывают следующим образом: в левую руку берут конец нитки и прижимают к основной палке (или стержню). Правой рукой направляют нитку вверх к тому концу поперечной палки, в который вставлена маленькая палочка. Здесь кладут палку таким образом, чтобы она легла на поперечную палку и прошла между основным стержнем и самой маленькой палочкой „шалтан“ и спустилась „тултан“, т. е. так, чтобы я маленькая палочка оставалась на той же стороне от нитки, что и основной стержень. Дальше нитка направляется к другому концу хутăр йывăççи, кладется на конец поперечной палочки, потом опять отправляется к первому концу, задевается за второй конец поперечной палочки, направляется ко второму нижнему концу, задевается за 2-ой конец поперечной палочки и направляется к исходному пункту. Совершившая такое путешествие нитка назыв. пĕрчĕ. 4 пĕрчĕ образуют сăвăм; 25 или 30 сăвăм образуют вун. Количество ниток считается на том месте, где находится начало нитки или первый конец нитки, к которой специально для отделения одного вун от другой привязывается толстая, скрученная вдвое, нитка называемая „вунни“. Здесь же нужно сказать и относительно второй нитки. Вторая нитка совершает, конечно тот же путь, что и первая, но только там, где она проходит, около самой маленькой поперечной палочки кладется поперек первой нитки. С обоих сторон от первой нитки ее отделяет маленькая палочка. З-ья нитка в этом месте кладется, как и первая, 4-ая как 2-ая и т. д. В одной и той же местности длина хутăр йывăççи бывает приблизительно одинаковая, но в различных местах разная. Если у какой либо хозяйки хутăр йывăççи окажется меньше общепринятой, то она прибавляет количество сăвăм в вун. В таких случаях она доводит их до 30. Таким образом в вун бывает 25 или З0 сăвăм. Другого числа я не встречала. Количество вун в мотке зависит от толщины ниток. Чем тоньше нитка, тем больше количество вун в мотке. Иногда это количество доходит до 10—11 вун. Рассчитывают приблизительно таким образом, чтобы один моток (хутăр) ниток хватило на сӳрекке, т. е. на холст длиной приблизительно в 4 хур (8 локтей). Несколько по другому ведется счет ниток, когда снуют основу для холста. Там сăвăм составляют З нитки и 10 сăвăм составляют вун.

хутăш

вместе, смешанно. совместно; часто. Орау. Çил утилле арçын ачасемпе хĕрачасем хутăшах выляççĕ. Ib. Мăйăрпа хутăш килнĕскер тем çырли ку, те урăх тĕрлĕ мăйăр. N. Хăярпа çарăк хутăш çиять. Букв. 1908. Шăшисемпе хутăш ман чăхă чĕпписене те çие-çие ятăн эсĕ (сьел). N. Йăранпа йăран хутăш пĕр хăлаç пулса пычĕ, хăвасене икшер аршăнтан пăрахса пытăмăр. || Остатки. Ачач 16. Пĕр эрне хушши пĕрмай юнлă хутăш юхтарса пурăнчĕ вăл.

хутăш

хотăш, смешаться. Баран. 20. Çынни, лаши пурте пĕрле купа пулса хутăшрĕç. Шурăм-п. 22. Хĕрсемпе ачасем хутăшса тăнă. || Соединяться. Баран. 121. Йывăçăн çĕртен илнĕ апачĕпе сывлăшран туртакан апачĕ çулçă ăшĕнче пĕр çĕре хутăшать. Регули 269. Ик кĕтӳ пĕрле хотăшнă. || Вливаться. Баран. 158. Дон (Тун) шывĕпе хутăшакан Битюг ятлă шыв. || Прибавиться. Менча Ч. Пĕрре çумне иккĕ хутăшма парăсăнччĕ. (Моленье). Урож. год. Хĕр шыракан çынсене апат лартса çитерсен, çăкăр-тăвар хутăшать. || Иметь сообщесгво, водить сообщество. Хорачка. КС. Пĕртте çынпа хутăшмасть. || Затеряться. В. Олг. Хотăшса кай (о ложках). N. Пирĕн сурăх ют ял кĕтӳне хутăшса кайнă (попала по ошибке).

хутăштар

хотăштар, понуд. ф. от гл. хутăш, смешивать. Вишн. 64. 4–5 уйăхри ача пулсан, ăна шывпа сĕт пĕр пек илсе хутăштарса парас пулать. Юрк. Унччен ĕлĕк ялан çапла чăвашсене уйăраймасăр ытти çынсенĕн ячĕсемпе хутăштарса çӳретнĕ. N. Пĕр çĕре хутăштарма. || Присоединить. N. Хусан тутарĕсен патшалăхне вырăс патши Иван Грозный 1552-мĕш çулта çĕнтернĕ те, ăна вырăс патшалăхĕ çумне хутăштарнă. N. Çапла пумилкке туса вилнĕ çынна ытти вилнĕ çынсемпе хутăштарса яраççĕ. || Добавлять. Торх. Хутăштартăм = ĕнер начар хурта вăйлатрăм (добавил, подсиливал). Вишн. 68. Эпир тата çимелли япаласенчен купаста яшки, пăрçа яшки, салма, пăтă, тата ытти апат пĕçернĕ чухне те шыв нумай хутăштаратпăр. Скотолеч. 12. Тата сĕлĕ çине пĕр кашăк ĕнĕс вăрри тепĕр кашăк серный цвет хутăштарас пулать. || Путать. Шурăм-п. 22. Икĕ ăрасна сăмахсене пĕрле хутăштармăпăр. || Примешивать. || Взять в сотрудники, в сообщество. || Вывести. Шихаз. Çын çине хутăштар (ача-пăчасене), вывести в люди. || Тасовать (карты).

хуттăр

хоттăр, моток. Пшкрт. Мыслец. В. Олг. Хоттăр, моток ниток в виде косы. Б. Олг. Хоттăр (при тканье). Ст. Чек. Хуттарти пĕрчĕ-тăватă хуттăр йиççи тăршшĕ. Ib. Çăваççĕ хуттăра, пĕветеççĕ. СТИК. Пĕр хут-тăр çип пĕветрĕм. Ib. Хуттăр çума каяс-ха. Ib. Çипе хутăрсан хуттăр пулать. Орау. Паян эпĕ хуттăр хутăртăм сакăр вунă турăм (восемь „вун“). Якейк. Хоттăр хотăраççĕ, ӳкереççĕ, кĕллеççĕ, йĕпетеççĕ.

хутшăн

хотшăн, объединяться, совмещаться, быть вместе; соединяться, присоединиться. ЧК. Çак енĕпех пулса иртекен хулари ăмăртăва та хутшăнатпăр. Ib. Учительница хутшăнмасăр ялта пĕр пысăк, ĕç те пулса иртмест. Ib. Çав кун вăл çĕнĕ вăй хутшăннипе тата çамрăклăх таврăнса килнине туйса илнĕ. Сборн. по мед. Ун пек чухне час-часах çăвар тӳпи шăтса, çăвар сăмса шăтăкĕпе хутшăнать. || Прибавляться, прибывать. Абаш. Атăл шывĕ хотшăнать (прибывает). Орау. Çырмара шыв хутшăннă. N. Окари шыв 1 чалăш та 1 аршăн 4 верш. хутшăннă. N. уйăх хутшăнать. || Сообщаться. Собр. Пĕр шĕлепке айĕнче тăваттăн пĕр тăван хутшăннмасăр тăраççĕ. (Капан хумалли аслак) N. Эпĕр вĕсемпе хутшăнмастпăр, не имеем знакомства, несносимся. N. Хурăн йăвăççи хутшăнать, пирĕн хутшăнасси пĕтрĕ пуль. || Собр. Эпир çын çине хутшăниччен хамăр тăвансем те ют пулĕç.

хуть

хоть, хоть. Б. Олг. Хоть мочала те, хоть корăс те — пĕрех иккĕш пĕр ятлă. Янш.-Норв. Пĕри хуть вунçичĕ пус, хуть вунă пус (унта тиркев çук) укçа илет те... N. Вилсен мава хуть çуна тупань туса çӳретчĕр. Ходар. Унтан сĕтел çинчен хуть кукăль, хуть йăва, хуть çăмарта илет те, ячĕсене каласа хывать (покойникам „вирĕм“). Икково. † Хоть хора тоттăр, шор тоттăр, çитсу лайăх полсассăн (только бы материал был хорош). Сятра. Хоть хăнча та, всегда. Ала 89°. Хоть вăл ку тата ĕнтĕ хоть, çитменни çине пĕр енчен çакă икĕ тăлăха патак аптратăрĕ-ха. || Хотя. Орау. Мулчана та кайимарăм ак, хуть (положим что) ĕнер мулчи те пулмарĕ те. || Хотя бы. N. Ним те памасăр яриччен, пĕр татăк çакăр парса ярас хоть. N. Хоть иçмаса (иçмаллин) пĕр пилĕк тенкĕ ямарĕ вĕт-ха теççĕ. N. Çавсем пурте ман асăмран кайĕç-ши хуть пĕр хутчен? || Если бы. N. Капан шăннă пулсан хуть!.. Если бы Кабан (озеро в г. Казани) замерз, так это еще так (т. е. тогда стоило бы рассуждать или тогда произошло бы нечто заслуживающее внимаиня).

хуть те

хотя бы, что угодно, какой угодно, любой, что бы ни, кто бы ни. ЧС. Никампа та пĕр сăмах калаçма хушмаççĕ, хуть те аçу пулсан та. Янш.-Норв. Ыттисене хуть те мĕн ту (что хочешь), хуть те хăвна пурте парăнса тăтчăр. N. Есир ман умра чарăнса тăрăр-ха, эпĕ калаçам, хуть те темĕн çитсе вăрăнтăр хама. Ст. Яха-к. Вĕсем вара çав çуна çине пĕр йĕркесĕрех ларса тулаççĕ; хуть те кирек те кам (кто угодно, хоть кто) лар, чармаççĕ. Чув. календ. 1910. Хуть те мĕнле чир те вĕсемсĕр пулмасть. Янтик. Хуть те мĕн ту манпа (мана), эп çапах санран юлмастăп.

хочахмат

(хоцахмат), общее назв. четырех селений. Шибач. Вомбу-к. Хочахматра чăпта çапаççĕ. Ib. Хочахмата çак ялсем кĕреççĕ: 1) Мокшино, 2) Сарпаккасси, З) Пикшик, 4) Çатра Хучахмат. Çак ял хошшисем пĕр-ик çохрăм анчах.

Хачаш киремеч

назв. урочища около дер. Н. Тиньгешевой. N. Хочаш киремеч ялтан пĕр çухрăмра, çырма хĕрринче пĕр сарт, вăл сăрт çинче кирĕмет тăваççĕ.

хух

хох, убывать, убавляться, уменьшаться. Шурăм-п. 28. Пыл пĕр витре хухнă пулĕ (около ведра убыло). Панклеи. Йăван ĕççĕр-çирĕ, çăкри те пĕтмерĕ, эреки те хохмарĕ. N. Унăн 87 тенкĕ укçи хухнă. || Худеть. Курм. Онăн питçăмарти начарланнă, хохнă. Шорк. Вăл çын пит хохса кайнă. Ib. Çын хохать, худеет. || Усыхать. Кан. Кантăклă алăксем, чĕрĕ йывăçран тунипе, авăрçса хухса кайса, хушăк-хăшăклă пулса карĕç, хупăнса тăмаççĕ. || Испаряться.

хохăр

(хоhы̆р), пустой. Хорачка. Хохăр чĕрес, пустой. N. Хохăр чохне, когда не полон (самовар). Сĕт-к. Эп сана пĕр пăтакка тăп-толли патăм, хохăр ма илеп-ке (не полной пуловки, конечно, не возьму). Хухăр çуна, дровни.

хуш

хош, велеть, повелевать, приказывать. А.-п. й. 89. Унтан хăйĕн тарçине çапла хушрĕ хăтăрса. Ib. 81. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хăвалама çав çынна. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашасене чарма хушать. Ib. 90. Тарçă тухать урама, кĕме хушать Сахара. Чăв. й. пур. 7°. Вăл хушмасăр çырман. Он писал не по личному усмотрению, а по приказанию. Юрк. Мана ĕнтĕ çын килсе хушас, вĕрентекен тетем çук. Ib. Мĕншĕн тухса каймастăн? Кай! Эпĕ сана киле кайма хушрăм, чармастăп, кай! — тет. Шорк. Эпĕ она вăрмана вотă патне кайма хошрăм. Я велел ему ехать в лес за дровами. N. Сирĕн унта ĕçе хушса тăраканни кам? (распорядитель). СЧЧ. Вăя (отец) вара çемьесене (нашей семье) пĕрне те чӳк тума хушми пулчĕ (стал не велеть). || Поручать, наказывать (что-нибудь сделать): Тораево. Пурне те ĕç хушса пĕтерчĕ тет (надавал поручений, работы). N. Çынна хушас ĕçе хам тăваттăм. Чубаево. Çавăнпа эпĕ аттепе анне мана ĕç тума хушмассерен, эпĕ çапла калаттăм: эсир мана хут вĕренме ярсан, эпĕ тума хушнă ĕçсене хавасланса тăвăттăм, теттĕм. N. Эпĕ сире йăвăр ĕç хушам. А.-п. й. 38. Сана йăвăр ĕçех хушмастăп. || Просить, приглашать, предлагать. N. Аннене яшка пĕçерме хушрăм. Альш. Пĕрре пупсем çӳреççĕ те, кусем патне кĕреççĕ, тет. Ку ача пупсене ларма хушат, тет. N. Тăвансене хушма та аптăранă ĕнтĕ (эпĕ). || Советовать. А.-п. й. 103. Чухăн сутьесем патне каять те, хĕрĕ хушнă пек калать. Бедняк отправился к судьям и сделал так, как советовала дочь. Ib. 104. Чухăн каять те, хĕрĕ хушнă пек калать. Бедняк пошел к судьям и поступил по совету дочери. N. Пирĕн Иван авланас тет. Эсĕ мĕн хушатăн? || Назначать. Орау. Ăна кĕçĕр хурала хушрĕç (в караул назначили). || Роить. Альш. Çӳлĕ тусем çинче çуртсем пур, вуникĕ те вĕлле хуртсем пур. Çуллен çур хушмантан ӳпкем пур. || Прибавлять. Собр. Тухсам, тухсам, Ухаххи, çур çула çитсессĕн çунат хушса вĕçтерес. Кан. Ĕне начар, ӳт хушмасть. N. Иккĕшĕ те чăрсăрланса вăй хушаççĕ пĕрмай. Микушк. Шав-шав вăрман, шав вăрман, мĕшĕн шавлать çав вăрман? Турат çумне турат хушасшĕн. Ib. Шав-шав халăх, шав халăх, мĕшĕн шавлать çав халăх? Чун çумне чун хушасшĕн (старается поддерживать свой род). Лашм. Кĕр каять те çур килет (хура чĕкеç), шур курница çумне çурт хушать; эпир кĕр каяс çук, çур килес çук, атте-анне çуртне хушас çук. Бес. чув. 23. Христоса ĕненекенсем ăна хăйсем шухăшласа кăларса Евангелиене хушса çырнă тенине те илтнĕ эпĕ. || Преувеличивать. Орау. Чăннине калаçать тесе ĕненмелли çук ăна, вăл пĕр сăмах çумне çĕр сăмах хушса калаçать. КС. Хошса кала, преувеличивать, прибавлять. || Приписывать. Янтик. Лаша вăррине, Иван, сана хушаççĕ. Кражу лошади, Иван, приписывают тебе. Сред. Юм. Мана вăрланă тесе хôшаççĕ, еп-ха патне те пыман. N. Çынна хаяр сăмах каласа, усал ят хушса (приписывая неблагопристойное деяние какое-либо), е шуйттан тесе кӳрентермерĕн-и? N. Хăшĕ тата хăйсене пĕр-пĕр ушкăн çумне хушса, кама тĕл пулнă ăна ятласа çӳреççĕ. || Ревновать. N. Арăмне çын çомне хошать. N. Ехрем арăмне Ваçук çумне хушать. || Позволять. Юрк. Ачасене эрех ĕçме хушмаççĕ. Шел. II. 67. Хăй патĕнчех выртма хушрĕ. Пустил на ночлег к себе. || Произносить, сказать. С. Айб. Савнă тусăм пырать çулпала, çитсе сăмах хушса пулмарĕ. N. Сăмах хушайми пулнă. См. турткалаш. Сред. Юм. Эп онпа пĕр сăмах та хошман. Я с ним ни слова не говорвл. N. Патша мĕн ыйтсан та, вăл аран-аран, ирĕксĕр пĕрер сăмах хушса пынă (произносил, говорил). N. Куçма пуçне суллакаласа ăна тепĕр хут сăмах çумне сăмах хушса каласа парать. Юрк. Старикки çапла сăмах хушсан, ку часрах кушиле çине улăхса та ларат. НР. † Чун савнине курасчĕ, хушаясчĕ виç сăмах. Милого увидать бы, сказать бы ему три словечка. А.-п. й. 6З. Утах малалла. Эпĕ пули-пулми япала мар, сан пеккисемпе сăмах та хушмастăп,— тет йăмри мухтанса. || Примешивать. О сохр. зд. Çав çусене вара пăрçа, çăнăх, купăста пеккисем çине хушаççĕ. || Сложить (в арифметике). N. Кам виçĕ пус хошакан пор? N. Хушса, катса, хутласа, уйăрса (валеçсе), тата шăрçапа шутлама, тĕрлĕ сатачсем тума вĕрентнĕ. || Заменить. N. Пӳрте пĕрене хуш. || Прививать. Чув. календ. 1910. Çĕр çул ĕлĕкрех Европара чечче хушма тытăннă та, çав чиртен çынсене хăтара пуçланă. || Дозволить. Альш. Вунă çула çитсессĕн, пире ĕçе хушнă-тăр, вуник çула çитсессĕн, вăйя-кулла хушнă-тăр. Трхбл. Вуник çула çитсессĕн пире вăйя хушнă-тăр. Хурамал. Кунтан малашне чӳк тума мана турă ан хуштăр.

хушанкă

гранка орехов. Нюш-к., А. Турх., Арзад. 1908, 12. Пĕр шĕшкĕрă 6 хушанкă мăйăр пулнă.

хушă

промежуток, расстояние. Юрк. † Улăх хушши ултă çухрăм, çĕлĕк ӳксе юлайрĕ. Бес. чув. З. Ял варринче икĕ мечет ларса тăнă, хушшисем инçех те мар. N. Кашни йывăçа хушшине пĕрер хăлаç хăварса лартрăм. Ала 54. Çул çинче ял хушшисем инçе, е вунă çухрăм, е вунпилĕк çухрăм. ЧП. Пирĕн хушшăмăрсем пит инçе. N. Хушша пĕрер хунар хăварса... Тим. † Çĕр чăтайми пӳрт ларттартăм, хушшинчен кĕрилтса кастартăм. Регули 102. Воннă çохрăм хошшинче (тăххăр çохрăм иртсен воннă çохрăм шăнче) номай йăвăç касса пĕтернĕ. || Разница. Нюш-к. Пирĕн иксĕмĕрĕн хушшăмăрта асли-кĕçĕнни виç çул та çук пуль. || Альш. Кӳршĕ-аршă хушшинчен кӳл пек сăра турăмăр. || N. Пирĕн хурăнташ, е тăван пиртен инçе пурăнсан, эпир пĕр-пĕринпе хушшăмăра çыру çыратпăр. ЧП. Пирĕн хушма (= хушăмăра) кĕрен тăшмансем. N. Хампа сирĕн хушшăмăра, сирĕнпе хам хушша. || В расчете. В. Олг. Иккĕн хошă татăлса. Ib. Хошă-хопă татăлса. || То место, где соединены два предмета вместе. СТИК. Сĕтел çинче икĕ хăма хушши расах йĕр выртать. Изамб. Т. Китăн шăлĕсем шултăра, усен пĕр-пĕрин хушши пур. Яргуньк. Çав пушмак хушшинчи кĕрпе пăрчи тухса выртса мăн хурчка пулса алтана тапса вĕлерчĕ, тет. || А.-п. й. 56. Йăви пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. Актай. Кайăк пĕр юман хушшипе йăлт! сиксе каçса кайрĕ тет. || Ыраш 4. Утса пыратăп çак хушăпа хайхи кĕççе пек çемçе çерем тăрăх. Сылтăм йĕнче хайхи пĕве çитнĕ ыраш. Сулахай енче симĕсрех сĕлĕ. || Сам. 67. Лаши чупрĕ юртăпа малти хушшалла. || Промежуток времени. ЧП. Эрне те хушши çичĕ кун. Баран. 140. Хĕллехи сивĕ иртсе сасартăках çула пулса тăмасть: ик хушăра çуркунне пулать. Юрк. Çак эрненĕн хушши çичĕ кун. СЧЧ. Çуркунне мункун хушшинче вилчĕ (на пасхальной неделе). Лашм. Пĕрне-пĕри, тантăш, хытă ан кала, уйрăлас хушшăмăрсам инçе мар. Г. А. Отрыв. † Калаçас хушăсем, ай, сайралчĕç, уйăрлас хушăсем çывхарчĕç. Регули 59. Çӳремелли хошăра коленех çӳресе. А.-п. и. З6. Çав хушăра тилĕ вăшт! тухса сирпĕнчĕ шăтăкран. Ib. 36. Çав вăхăтра эпĕ тухса тарăп та, вĕсем сана пăрахса ман хыççăн чупĕç. Вăл хушăра эс те вĕçсе кайăн,— тет. Ib. 39. Кайăк хыççăн чупса хăшкăлнă хушăра Çахарăв пичкери кăвасĕ веçех юхса тухрĕ. О сохр. здор. Çавăн пек тислĕке нумай хушă тăкмасăр тăрса килте çĕртни хамăр сывлăхах пит усал. Актай. Пĕрре куккăшĕсем пурте пускиле тухса кайрĕç, тет. Çав хушăра (в это время) çавсам петне виç вăрă пычĕç, тет. N. Çав хушăрах, в то же самое время. Шурăм-п. 20. Хушăран-хушăран (время от времени) пуплекелеççĕ (перекидываются отдельными замечаниями). N. Вăл çук çынсене хушăран хушă (по временам) укçса та валеçнĕ. N. Пирĕн кунта пĕр хушăра вăрçă чарнать, тесе пуплерĕç. Регули 123. Апат çияс хошăра онта кайса килет. Ib. 1190. Апат çинă хошăра каларĕ. Ib. 181. Эпир апат çинă хошăра вăлсам ут кӳлчĕç. Ib. 124. Апат çияс хошăран туса илет. N. Эс вăлсампа халапланса тăнă хошăра эп чай ĕçсе тохрăм. О сохр. здор. Ĕçленĕ е çӳренĕ хушшинче тарланă пулсан, çири тумтире хывса пĕр кĕпе вĕççĕн анчах тăма хăрушă вара. Дик. Леб 46. Тата тен санăн хăш чухне пур енчен те чаплă пурăннă хушăранах ĕлĕкхи хăвăн пурăнăçна та астуса илессӳ килĕ. Панклеи. Старик кайăксам ларнă хошăра (пока) холян веçернчĕ те (высвободился), анчĕ йоман котне (слез с дуба). Регули 180. Çомăр çунă хошăра эпĕр йывăç айĕнче тăтăмăр. N. Эпĕр вăрмана кайнă хошăра эсĕ тохса карăн. N. Килтех пурăнатчĕ пулас пĕр хушă, некоторое время, кажется, дома же жил. || Период. Сл. Кузьм. 76. Анчах вăл та пĕр хушă тем чирлĕ çын пек çӳрет. N. Пĕр хушă иртсессĕн. N. Пĕр хушши. Кан. Кăшт вĕреннĕ хушăрах лайăх çырма вĕренчĕç. Чт. по пчел. № 17. Çу каçа вĕрентнĕ хушăран тата пĕрер уйăх вĕрентет. Орау. Иртнĕ çура ĕç çинерех (около страды) пĕр хушă çăмăр пит хытă çурĕ. || В течение. N. Виç сехет хушши кĕнеке вулас пулать. N. Темиçе кун хушши. Кан. 1919. Акă ĕнтĕ хура халăх хăй пурăнăçне юсама тытăнни икĕ çул çитрĕ, икĕ çул хушши хура халăха хăй пурăнăçне юсама пуршуаçи картласа тăчĕ. N. Çын тавлăк хушшинче пĕтĕмпех сывалса çитнĕ. М. Сунчел. Çав çыннăн пĕр эрне хушшинче икĕ ывăлĕ вилчĕ. N. Кĕсре хăмласанах ăна пĕр эрне хушши ĕçлеттерме юрамасть. И. Тукт. Ун пуçĕнче хăйĕн кĕске хĕр ĕмĕрĕ хушшинче пулса иртнĕ ĕçсем пĕтĕмпех вĕçленсе çитрĕç, тусанлă çул кăна çаплах вĕçленмест. Капк. Нумай çул хушши Сахрун хуçа патĕнче тарçăра муталанса пурăннă. N. Çулталăк хушшинче вăл çĕр тавра вуникĕ хут çаврăнать. О сохр. здор. Çапла (таким образом) пӳрте пĕр виç кун хушши уçă тăратас пулать. N. Çулталăк хушши ĕçлесе пурăнсан, эпĕ тата урăх чирпе чирлерĕм. Янорс. Çав çуртсене пĕр вунпилĕк минут хушшинче вут çавăрса илчĕ. Кан. Ултă уйăх хушши чирлисем пурĕ 6589 кун выртнă. || Между, меж, иногда переводится как предлог в, а также к. НР. † Икĕ юман хушшинче. Между двумя дубами. ГФФ. † Çич çул юппи хушшинче çич çул выртнă юр куртăм. Между (этих) семи дорог я увидел снег, лежавший семь годов. ГФФ. † Шăл хошшинчех осраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. НР. † Ыраш хăмăч, хушшинче... В ржаном жнивье... ГФФ. † Пирĕн ĕмĕр иртсе кать шохăшпа хойăх хошшипе. (Ĕлĕкхи юрă). Весь век наш проходит в думах и заботах. (Из старинной песни). А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине,— тет улатакка. Ib. 62. Эй, паттăр юман, хăвăн ăшă туратусем хушшине çуркуннеччен куртсем,— тет. Юрк. Йăмра хушшине юр лартсан, çула пыл пулат. Янш.-Норв. Йăвăç юппи хушшине юр ларнă. В. Олг. Лаç хошшинче, между лачугою и амбаром. А.-п. й. 16. Ак пырать хайхискер лăпсăркка юмансем хушшипе. И. Тукт. † Хура шăрçа хушшине те йĕпкĕн мерчен ан тирĕр. Альш. Етремен хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Ачач 109. Чупсан-чупсан, пĕчĕк вар хушшинче тата тепĕр икĕ ачана хăваласа çитнĕ. Ib. 36. Ирхине вĕсене, е уроксем хушшинче тултан класалла аран-аран кĕртетĕр. Чт. по пчел. № 17. Вăйпа ĕçленĕ хушăран пуçпа та ĕçлесен... Регули 1152. Çынсам хошшипе чопса кайрĕ. Ib. 1153. Ик йăвăç хошшине çакрăм. Ib. 1469. Ир те каç анчах çырать; аттипеле ман хошăра ларчĕ. Ib. 1046. Иксĕмĕр хошăра ойрăпăр. Юрк. Хамăр хушшăмăрта калаçса ĕçе пĕтерме пулат (сладиться). Сред. Юм. Тем сăмах хошшине тăрса йолчĕ. (Каламалла сăмаха сăмахланă чохне калама астумасан çапла калаççĕ). Б. Илгыши. Мучи, мучи, мулаххай, мĕн мулаххай сулахай, пришёл патне вир патне, çерки патне сӳс патне, ула качака хушшипа, кама юратан, Микула? Регули 1154. Вотă хошшинче топрĕ. Ib. 1096. Сăхман хошшинчен (хутĕнчен) топрăм. N. Чакак, чакак, чакаклать çичĕ хула хушшинче. Ачач 19. Шахрасатă, пин те пĕр каç хушшинче тĕрлĕ илемлĕ юмахсем каласа, усал патша кăмăлне çавăрнă пулать. Регули 1191. Апат çинă хошша çитрĕм. || Регули 1372. Пирĕн хошшарах хор. || В середине. N. Çавăнтан кайран анаталла аннă чух питĕ хăраттăм: е ачисенчен малтан анаттăм, е хушшинче анаттăм, || Среди. N. Çав хушăра хăшĕ çыру пĕлсе, çав хушăрах тата çыру пĕлменнисем те пур. НР. † Ул-тантăшсем хушшинче... Среди парней-сверстников. || Промеж. Образцы. † Ылттăн кăвакал çуначĕ хушшинчен кăвак пĕлĕт курăнать. || По. А.-п. й. 15. Ак пырать хайхискер чăтлăх вăрман хушшипе. || За. N. Сахар сĕтел хушшинче çаплах юрă юрласа ларать. Захар, сидя за столом, распевает песни. Юрк. Пурте кĕрсе, тĕпелелде иртсе, сĕтел хушшинелле кĕрсе ларăр (гостям). В. Олг. Кăмака хошшинче, за печкою. || Иногда не переводится. НР. † Орам хушши такăр мар. Улица не гладкая. ГФФ. † Орам хушшинчи йомрийĕ, кайăксем тăрса кайсассăн, йомри йолать хомханса. Когда с ветлы, растущей на улице, улетят птички, тогда она так и заколышется. Альш. Шари-шари кăшкăраççĕ, урам хушшине ян çураççĕ. Собр. Çĕнĕ ял урам хушшине кĕленче сарса тухнă-ĕçке.

хушă

(хужы̆), шалаш, шатер. Чертаг., Н. Нарм., Кубово, Шарбаш. Хушă, шалаш, собачья конура. Чуратч. Ц. Унтан çӳлерех пӳлĕм-пӳлĕм пек хушăсем пулнă. Питушк. Хушă = ӳкле. Зап. ВНО. Хушă = ӳкле, ӳпле, шалаш. Истор. Вĕсем пурăнма авăн пек шалçасем тăратса, çине кĕçесем витсе хушă тунă, çӳле тĕтĕм кайма шăтăк хăварнă. О сохр. здор. Пĕр вăхăтлăх пурăнмалли хӳтлĕхсем: хушă (шалаш), чатăр, çĕр пӳрт тăваççĕ. N. Вырăна пырса çитсен, чăн малтан хушă тума типĕрех вырăн тупас пулать. N. Ĕçлекенсем валли вăхăтлăха тăвакан хушă.

хушпу

хошпу, женское головное украшение. Б. Олг. Кисессĕн (в доме жениха), каччин амăшĕ орайне пăрахрĕ тенкĕлĕ хошпу: вот сана, кин, тет, çак çутти çине посса кĕр, тет. N. Хушпу представляет из себя полотно в 5 четвертей, сшитое по форме, надевают на голову, и по спине тянется почти до колен, а форма постепенно суживается книзу. Хушпу обвешан бусами, бусовидными кружочками овальной формы. Хушпу надевался на голову с заостренным концом кверху. Хушпу носят на свадьбе. Шорк. Хошпу делается из кожи, на нее сплошь пришиваются монеты в виде рыбьей чешуи, вверху бывают самые мелкие монеты, ниже идут монеты покрупнее, в самом нижнем ряду уже двугривенные. Спереди на самом лбу ниже кожи висят три монеты, одна в середине больше, по обеим сторонам поменьше. По краям хошпу пришивают по несколько рядов мелких бус (шăрçа). Юрк. Хушпу. Ăна маткасем тăхăнаççĕ, кăшкар пек. Тогаево. Пирĕн пĕкки пĕкĕлле, пуян çын хĕрсен хушпуйĕ пек. Альш. Пуçăм тулли хушпăвăм пур, умăм тулли сăркам пур. N. Сакăр шăллă хушпу. N. Условия такие: матери невесты сшить шубу, невесте хушпу из 400 нухрат и денег, 1 пуд меду и подарки разным родственникам невесты. Нюш-к. Хушпу çинчен тăхăнаканни. Ст. Чек. Хушпу çумне çамкана тенкĕ çакаççĕ, икĕ ĕрет укçа, пĕр ĕрет вуншар пус, пĕр ĕрет палттиникшар хушпу хĕррине çакаççĕ, ытти нухрат. Бугульм. Инке хушпу çакнă чух нумай укçа пухрăн-и? Арзад 1908, 52. Вăл (старуха) хăй вилес умĕн ачисене хушпу тенки валеçсе панă. Ib. Селиме хушшинче миçе тенкĕ? Арçури. Хырçă-марçă памашкăн хушпу саклат паратпăр. N. Унтан вара икĕ енчен икĕ хушпулă арăмсем пĕркенчĕк айне кĕрсе ăс парса лараççĕ (невесте). N. Çиччĕн-çиччĕн килтĕмĕр, çичĕ ĕрет хушпуне сакçи шăлли турăмăр. СПВВ. ЕХ. Хушпу, арăмсен пуçне тăхăнаканни, укçаран тунă ĕскер. СПВВ. МЕ. Хушпу, ăна арăмсем тăхăнаççĕ. N. Хушпу тăхăнаççĕ сурпан çинчен. Ăна тăваççĕ: çичĕ рет нухрат çакаççĕ, пилĕк рет укçа çакаççĕ, хĕррине шăрçа тиреççĕ, çамка тăррине шăрçа çакаççĕ, хĕррине укçапа ярапа яраççĕ. Çамка çине укçапа ярапа яраççĕ; тăрĕнне вершка çурă çӳлĕрех тăваççĕ. Ăна чĕн мерченпе тăваççĕ, чи тăррине шăтăк хăвараççĕ. Хыçала хӳре тăваççĕ, ăна пĕр аршăн ытларах тăршăне тăваççĕ. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. Хĕррине шăрçапа пăчăра тытаççĕ. Ăна польский укçапа çакса тухаççĕ. Хыçала тăватă манит, çӳле хушпу çине кĕмĕл тенкĕлĕхсем çакаççĕ. Изамб. Т. Хĕрарăммисен пуçĕсенче хушпу. N. Ун хушпи йăри-тавра ярапа та çут шăрçа анчах. ЙФН. † Пуçăм тулли хушпум пур, уйăх карти (scr. тарты) пултăр-и? Ăвăм тулли çут кĕмĕл, уйăх çутти пултăр-и!

хӳм

пазуха. Сохрон-й. Курм. Акай, тет, хӳмĕнти чăкăтна пар, тет. Алик. † Пирĕн килеми пит кунĕ, хӳмрен ушшĕ кăлармасть. Яргуньк. Çимĕç-кукăлли хӳмĕнче. Якейк. Пĕр хӳм тăп-толли толтарса килчĕ. Нарвал полную пазуху. || Слеп. Ача хӳмре пор-ха; хӳмĕнче пор-ха (беременна).

хӳнеме

теща. Сорм-Вар. Татрăм илтĕм пĕр мăйăр, хӳнемене юраймарăм.

хӳре

(хӳрэ, х’ӳр’э), хвост. Оп. ис. ч. II. Тилĕ тус хӳри çине çиленет те, хӳрине çавăрăнса çыртма хытланса. Ку тилле анчăксем курах каяççĕ. Лисичка рассердилась на свой хвост и стала вертеться, стараясь его укусить. Вдруг лисицу увидали собаки. Альш. Хӳрине аялалла тăснă. Опустила хвост книзу (лисица, от усталости). А.-п. й. 14. Ăçта каян, мулкач тус? — тесе ыйтать йытă кĕске хӳрелĕ мулкачран. Ib. 6. Кушак, кутăн тăрса, хурине чӳрече витĕр кăларать те кăшкăрать. ГФФ. † Торти толли тор лаши те, торти-çони çол майлă та, çилхи-хӳри çил майлă та. Гнедая лошадка сыта и красива, сани и оглобли по дорожке, грива и хвостик — по ветру. А.-п. й. 89. Çак сăмаха каласан, ĕне хӳрине илсе, утрĕ ерипен килне. Ачач 59. Ăна хăваласа та тытмалла мар. Анчах пĕр-пĕр хӳри тăрса юлать юлатех. Çав хӳререн ярса тытсан, таракан тĕлĕке тинех тытса чаратăн. N. Йытă пек хӳрисене пĕç хушшине чикрĕç. Орау. Пулли хурине вылянтарать. N. Пĕр шăшийăн ик хӳре. (Çăпата). КВИ. Çеçен хирте ыр утăм пĕр пĕчченех, йĕвенсĕр, сиксе çӳрет выляса, хăй хӳрине тустарса. Добрый конь в зеленом поле без узды, один, по воле скачет весел и игрив, хвост по ветру распустив. ЧП. Хĕрлĕ хӳре ăшĕнче симĕс хӳре илемлĕ. К.-Кушки. Хĕрлĕ ĕне хӳрине çаран çинчен тупрăмăр. Букв. 1904. Çитрĕ, тет те, хӳрене вакка чиксе ларать, тет. Сред. Юм. Хӳри кĕске тесе пит вĕлтĕрке çӳрекен çынна, шанăçсăр çынна калаççĕ. См. хивре. || Зады. Изамб. Т. Унти çуртсем пурте пĕр енелле, малти çуртсем хӳринелле пăхса лараççĕ. Ib. Çур урамĕ (половина улицы) хӳрипе (задами) урамалла ларать. || N. Тата ман хӳри мĕн пуплет ман çинчен. || Руль, корма на баржах, пароходах, лодках. Сред. Юм., Кашкар., Çутт. 154. Хӳре тытса ларакан старик. N. Çил-тăвăл вăхăтĕнче аптăракан хӳресĕр карап евĕрлĕ. || Хвост ветряной мельницы. N. Арман хӳри. Сюндюк. Хӳре тыт, направить мельницу. Изамб. Т. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрине пăраççĕ. Якейк. Хӳре пуçĕнчен канатăн пĕр вĕçне çыхаççĕ, тепĕр вĕçне йопа патне илсе кайса, ăна онкă пак туса хуçлатса, çав онка ăричак чиксе йопа тавра çавраççĕ, вара хӳре, çавăрнă майĕпе, йопа патнелле пырать. Вăл йопа патне çавăрса çитсен, каната тепĕр йопа патне илеççĕ. || Назв. наряда. Чутеево. Хӳре делается из шерсти или шелка, прикрепляется к косе. СПВВ. КМ. Хӳре, ăна хĕрсем те, арăмсем те çакаççĕ. Хурамал. Чакак, чакак, чакаклать, симĕс хӳрине пăркалать, чипер инке, сарă инке, сарă хӳрине пăркалать. Цив. Çавра шапка хӳрине вуникĕ ярапа яртартăм. N. Хушпу çукки пурак тăхăвăр, хӳре вырăнне кăшман çакăр. (Такмак). Б. Олг. Тури ялта хĕр кортăм, илес терĕм, окçи çок, хӳри саккăр полчĕ. Торп-к. Вăрманта инкĕшĕ Пикенĕн хӳрине татса хурăн тăрне утрĕ, тет. Байгл. Хӳре пурри хӳре тăхăнăр, хӳре çукки кăшман çакăр. || N. Сĕреке хӳри. См. сĕреке. Изамб. Т. Лекнĕ пулăсем хӳринче пухăнса тăраççĕ. || О дожде. Череп. Хӳри кăна тиврĕ. Дождь задел (местность) только краем. || Юрк. Хӳри, кунçаланă çипе ĕçерсен, тытса тăрать. || Полоска хлеба на загоне, которую приходится жать отдельному жнецу. Якейк. Ай-ай Михалăн хӳре мĕн тăршшĕ чăсăлса йолнă. Ib. Он хӳри яланах валта пырать. Ib. Хӳре танаштарас тесе вырса алла касрăм. Ib. Вăл ик çын хӳрине (за двоих) вырса пырать. Ib. Йăван паян конĕпех хӳрере пыч. Ib. Вăл паян хӳререн тоха пĕлмерĕ.

хӳсек

рычаг. Сред. Юм. Лав çинчи пĕренене çĕклесе хôракан патак. || Бездельник. Сред. Юм. Пôлатна, старав çын ĕçлемесĕр пôрăнсан, çав çынна хӳсек теççĕ. Ib. Мĕн туса выртан ĕс паян конĕпех, хӳсек, пĕр ĕç те ĕçлеме йорамас-и мĕн о? Ib. Çав хӳсек пĕчик ачасĕмпе выляса çӳремелле-и ĕнтĕ о!

хӳт

хӳтĕ, защита, прикрытие, А.-п. й. 61. Вăл йĕри-тавра пăхкаласа хӳтĕ вырăн шыранă. Изамб. Т. Çил хӳттинче арман авăрмасть. Ib. Эпир çил тивесрен хӳтĕ турăмăр. Образцы 43. † Кăвакал мамăк кӳл çинче, çил тухсан, хӳтте пухăнать. Кан. Пулăшкомăн тăлăх туратсене хăйĕн хуттине илмелле. Турх. Кайăк сасăран хăраса сиксе тăрса пăхкалать, ним те çукран çаврăнса каллех хӳтте вырнаçать. N. Сарай хӳттинче, улăм çинче. Календ. 1911. Вĕллесене пуçтарса хӳтĕ çĕре лартмалла. Сред. Юм. Çав çôрт пошартан йывăç хӳттипе çиç йолчĕ. N. Аллă çын аллипе, хĕрĕх çын хӳттипе. Нюш-к. У аллă çын аллипе = хĕрĕх çын хӳттипе пурăнать, теççĕ. Апла калани — йăвăр ĕçе хăй тумасть, çын çине нумай шанать пулсан та аван пурăнать — тени пулать. Сред. Юм. Ман хӳтĕпе çиç çӳрет. Благодаря мне только ходит (как бы под тенью). N. Хăш чухне ачасем таçтан та пулин тухса тараççĕ, е спичăк тупса çитермери пек вут хурас тесе пĕр-пĕр çĕре сарайне, е хӳтĕрех, çын курман çĕре кайса вут хураççĕ. Хăр. Паль. 4. Кунта тултинчен хӳтĕрех пулнă. Ашшĕ-амăшне. Сăмюнĕ Кĕркурие хĕрхенсе: „Вăрман урлă кайма авантарах пулмĕ-и пире? — тесе ыйтнă,— унта хӳтĕрех“. В. Олг. Ача выртать хӳел питĕнче, хӳтĕ туас, ачая хӳел пĕçертет; мĕнпе те полин картласа хӳтĕ туат. Пшкрт. Çилтен хӳтĕ вырăна кĕрсе тартăм.

хӳтĕлĕх

хӳтлĕх, защита, прикрытие, убежише. О сохр. здор. 109. Тата пирĕн ĕнтĕ тăтăшах пурăнман хӳтлĕхсене мĕнле тумаллине вĕренес пулать. N. Хӳтлĕх хӳтлесе ларт. N. Çурчĕ патĕнче хӳтлĕхсĕр тата сивĕрех пулнă. Кан. Суккăрсене пурăнма уйрăм хӳтлĕх çурчĕсем уçма тытăннă. N. Хĕр ӳсет хӳтлĕхре пукане пурнăçпе. N. Вăл пĕр санăн хӳтлĕхӳ çине анчах шанса тăрать. || Щит. Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 18. Авалхи çынсем, вăрçа кайнă чух, çие тимĕр тӳмтир, пуçа тимĕр калпак тăхăннă, тата алла тимĕртен тунă хӳтлĕх (щит) илнĕ.

хӳхле

плакать; причитывать (о невесте). Шарбаш. Ĕлĕк хĕр-опраç килĕрен хӳхлесе çуретчĕ. Ib. Апи чăтимасăр хӳхлесе (йĕрсе) ярчĕ. Ск. и пред. чув. 26. Ашшĕ-амăшĕ тав тусан, пĕркенчĕкпе хĕр хӳхлет. Сам. 80. Пĕтнĕ Кулюç чунĕ те каç пулсанах хускалнă, ишлĕк çурчĕ патĕнче хӳхленĕ вăл, юрланă. Б. Олг. Авал чох той кон хĕрсем хӳхлесе. Курм. Пĕр пӳркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хӳхлĕ. (Сĕтел). Т. VI. Загадки. Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хӳхлет. (Сĕтел урисем). Собр. Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăват хĕр хӳхлесе лараççĕ. (Сĕтел урисем).

хӳхĕм

(х’ӳh’э̆м), красивый, прелестный, славный, хороший, превосходный, стройный, высокий. Шашкар. Ай-ай, хӳхĕм тапак! Ах, какой славный (хороший) табак! Сĕт-к. Кĕлетки хӳхĕм (стан превосходный, высокий, стройный). N. Хӳхĕм туртать, чересчур, очень, здорово. || Сильный. Алик. Ора хӳхĕмпе пĕр уçланка тухрăм. Питĕ тĕттĕм. || Красиво. Вотлан. Качча кайнă хĕрсене пит хӳхĕм вулама.

хӳш

хӳшĕ, строение, шалаш. Баран. 162. Хĕрарăмсем хӳшне тăваççĕ. Янтик. Сарă хумăш касса хӳш турăм, савнă сар ачапа выляма. Ау 1З°. Ку пĕр хӳш тĕл пулать, ниçтан кĕме шăтăк çук. Альш. Хурт пахчийĕн варринче хӳшсем туса пĕтернĕ пӳлĕмлĕ-пӳлĕмлĕ. Ib. Вĕсем çатантан авса тунă хӳш пек пӳртсенче пурăнатчĕç, тет. N. Вĕсем пĕчĕккĕ хӳшсенче (в юртах) пурăнаççĕ. Кирлĕ чухне хӳшшине пĕр вырантан тепĕр вырăна куçарса каяççĕ. Ст. Дув. Çеçен хир варрине эпĕ хӳшĕ турăм. ЧП. Сарă хăмăш касрăм, хӳшĕ хыврăм. Альш. Хăйсене пурăнма хӳшĕ пеккисем тăваççĕ.

хăй

(хы̆j, хŏj), он сам, себя. N. Вăл хăй, он сам. Самар. Шăлĕ тăкăниччен ларсассăн, калютя, хăй те урçа валли вăл, калютя. Собр. Ухмахăн сучĕ хăйпе пĕрле, теççĕ. (Послов.). Ib. Хăй çулĕпе хăй çӳретĕр. N. Ывăлне хăй юратнă хĕре илсе панă. А.-п. й. 14. Ир пулать те, каç пулать, ула йытă хăйне юлташ тупнăшăн савăннипе вĕрсе кăна пурăнать. Ib. 6. Кушак тус лартнă! Хăй паян сунара карĕ. Ib. Пĕччен пурнăç ăна питĕ йăлăхтарса çитернĕ те, вăл хăйне валли тус шырама шут тытнă. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Сред. Юм. Хăй çиç — иккĕн (говорят про беременную женщину). Ib. Эпир иксĕмĕр кôлса ларатпăр та, ô иртсе каять мĕн ôнта. Эсир манран кôлатăр, тесе иртсе кайрĕ. Эпир онтан та колман, ô ахалех хăй çине илчĕ. N. Хăйне ырă туннне манман çын, благодарный. Рак. † Пирĕн ял хĕрне çитесси тавра ялта хăй те çук. Альш. Хăйне ан кайшăн. Чтобы ему самому не итти. Якейк. Ялтан-йăшран уйăрласси икçĕр тенкĕ хăй тăрать. Чураль-к. † Вĕрене ӳсет, хăй ӳсет, тăррине татсан тата ӳсет, ан мухтанăр, маттур хĕрсем, сирĕнтен маттур тата пур. || Его, свой. N. Вăл хăй укçине çухатнă. N. Хăйĕнчен вĕренес тиекенсем (желающие учиться за свой счет) экзамен тăрăх илĕнеççĕ. А.-п. й. 8. Кушак çав пылпа сурăх тушкине хăй пӳртне илсе каять те, халь те пулин пурăнать, тет. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. N. Уна матку хăй ячĕпе янă. Сред. Юм. Хăй сăмахĕнчен тохмас, сдерживает свое слово. N. † Утрускана кайăк çурă тунă-çке, хăй çурисем хăйне пулас пек. Янтик. Хăй май çавăрасшăн тăрăшат вит-ха вăл! Ib. Хăй майĕн тăвасшăн у ăна (склонить на свою сторону). Ст. Чек. Хăй пуçĕнчен ирттĕр. Пусть терпит свою долю (жалея и опасаясь быть таким). Синерь. Тарья çав пурнене хăй хӳмне чикрĕ, тет. N. Хăй алли çине çитес пулать. Альш. Çăкăр-тăвар хире-хирĕç: вăл пирĕн çавă пулать, ку пулать, лешĕ пире унтан-кунтан хăта тивет; пĕр хăй кассинелле килнĕ чух кĕрсе тухар, терĕм тет. || Иногда не переводится. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? Кĕпитун Иванĕнчен. Тепле пуçланнă, пĕлместĕп. Хăшĕ павартан (лаç) теççĕ хăй. N. Юратаççĕ пулĕ, выляççĕ хăй (о супругах). Ст. Чек. Темĕн тума именетĕп хăй. Не знаю, почему-то стесняюсь. (Почему-то стесняюсь = темĕскер эп именетĕп). Сред. Юм. Паçăр такам чанкатчĕ хăй çавăнта. Ib. Сан сас илтĕнетчĕ хăй çавăнта. Ib. Эсир иккĕн каяттăр хăй çавăнталла. Ib. Эсир иксĕр кайнă пик кôртăм хăй çавăнта. Ib. Çын иртсе кайнă пикех туйĕнчĕ хăй мана. Баран. 91. Тата çӳлерех кайсан, йываç тавраш нимĕн те çук, курăксем, чечексем те пит сахал, сивĕ йĕнчи çĕр хăех,— пĕр мăк анчах ӳсет. Ib. 90. Эсир улăхакан ту ăшă енче пулсан, аялта апельсин, лимон йывăçĕсем сарăлса лараççĕ. Кăшт çӳлерех кайсан, вăхăтлă сивĕ пулакан çĕрти хăех: тирексем, юмансем, çăкасем, вĕренесем, букпа каштан йывăççисем кĕрлесе ӳссе лараççĕ. О сохр. здор. 78. Ӳтрен хăпăнса тăракан кирĕк пирĕн ӳт çинче чи таса мар япала хăех ĕнтĕ.

хăйĕн

его, свой; род. п. от мест. хăй. КВИ. Хăйĕн аслă хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? На свете что всего жирней? — спросил однажды так отец у старшей дочери своей. Ib. Анчах шăлнĕ укçине хăйĕн айне хурса ларнă. N. „Хыпаршăн“ укçа яракансем мĕшĕн пире хаçет ямастăр, тесе редакцияна айăплаççĕ. Редакция хăйĕн вăхăтĕнче хаçет пурне те янăччĕ. Орау. Хăйĕннех тăвать мур! Все свое делает, негодяй! (не перестает). || Само собой. О сохр. здор. Çав шатрасем пĕр виç-тăват кунтан пĕтеççĕ те, вĕсем вырăнне лĕкĕ ларса юлать, кайран хуллен-хуллен вăл лĕкĕ хăйĕн такăнать.

хăйне

сам по себе. Вилĕ йăли. Çавăнпа çимĕкре кашни ăратне хăйне ушкăн пуçтарăнса хываççĕ. N. Пойăс хăйне (сам по себе) вĕçет, ку хăйне калаçать (радио). N. Апла çав утмăл пĕр çăлтар пурте пĕрле чупса пыраççĕ-и, е кашнийĕ харпăр хăйне (каждая сама по себе) ăрасна çӳрет-и? — тетĕп. || Календ. 1903. Çавăнпа эпир чăвашсем валли календар çырма шухăш тытрăмăр. Баран. 25. Ĕлĕк улпутсем ухутана çӳреме тĕрлĕрен йытă нумай усранă. Вĕсемшĕн хăйне пĕр карта пулнă. || Баран. 145. Харпăр çын, хăйне уйрăм пурăнас пулсан, хăйне кирлине пурне те туса çитереймĕччĕ.

хăй пуç тĕлĕшшĕн

сам собой, сам по себе. Букв. 1886. Ĕлĕк пĕр йӳтенĕ карчăк хăй пуç тĕлĕшшĕн ахăлтатса кулса ларать, тет. Сред. Юм. Килтисĕмпе евитсĕр кирек мĕн ĕç туса çӳрекене хăй пуç тĕлĕшшĕн хытланса çӳрет теççĕ. Ib. Хăй пуç тĕлĕшшĕн тесе, килтисемпе канашламасăр хăй тĕллĕн пĕччен çӳрекен çынна калаççĕ.

хăйсем

они сами, себя. Орау. Вăл сан пăяхаму ухмах пуль вăл, темтепĕр усал сăмах калаçать? — Çук, вĕсем хăйсем çапла. N. Пĕчик ачасем хăйсем пĕр ушкăн (отдельно) пухăнса вылянă. Баран. 182. Ăна (дань) вĕсем хăйсем килсе пуçтарса кайнă. Ib. 154. Пулăçăра çӳресе финнă çынни тинĕсе хăнăхса çитет. Балтий тинĕсĕ çинче вĕсем тивĕс ăстисем хăйсем. Бюрг. Ачи калат: хăйсем килте çук. Ib. Ку каят та тарçинчен: хăйсем ăçта? — тет. Кан. Çавăнпах вĕрентекенсене хăйсемшĕн анчах ĕçлеттерме пуçламалла. || Их, свои. N. Вĕсем хăйсен укçине çухатнă. Кама 3. Вассапа Маринен хăйсен сăмах, Кришшапа Евкенĕн (çамрăксен) хăйсен сăмах.

хăйсене

свои, отдельные. Баран. 208. Ют патшалăхран килнĕ хуçасен хăйсене урамсем пулнă. || Одних. Сборн по мед. Çавăнпа нумайĕшĕ ачисене хăйсене анчах киле хăвараççĕ. О сохр. зд. Çавăнпа çаксене (их) пĕр хăйсене анчах (без другой пищи) çисе пурăнма пулмасть (о приправах и пр.).

хăй çути

хăй çутти, свет (огонек). N. Кайсан-кайсан салтаксем каллах хăй çути курах карĕç, тет. Орау. Пирĕн хăй çути эпир кĕпер çинчен каçнă чухнех курăнатчĕ. Изамб. Т. Çав ялта пĕр килте хăй çути пур. Ачач 8. Çĕр тĕттĕм. Хăй çутисем кăна курăнкалаççĕ. Якейк. Хăй çутти чӳречерен çол çине ӳкнĕ. Эп тĕттĕм çĕре тăтăм. Свет падал из окна на дорогу. Я встал в тень.

хăямат

(хы̆jамат), конец света, преисподняя. Ск. и пред. чув. 20. Хăямат енчен-и тен, вĕçет килет текерлĕк. Мыслец. Хăямат тĕпне, провались в трисподню (бранное слово). Ст. Чек. Хăямат тĕпне кайса çӳрерĕнем! N. Çанталăкĕ хăямат пек сивĕ тăрать. Бур. Хура пĕлĕтсем тухаççĕ, çăва патĕнчен килеççĕ, хăямата каяççĕ. СПВВ. Х. Таçта хăяматра. Ст. Чек. Хăямата кайса çурерĕнем унта! Где ты у чорта шлялся. Ib. Хăямата кай маншăн, уру йĕрне ан курам. По мве хоть к чорту поди, лучше будет, если я не увижу твоих следов. Ib. Хăяматра çӳрерĕнем халччен! Ib. Атă тăхăнмаллаччĕ, хăямат (чорт возьми-то). Ib. Ку çын хăямăта кайса кĕчĕ (куда-то запропал). Орау. Так çыхланса хăяматпа. Так связался с дрянью. Ib. Мĕн хăямач тăван çав усалпа, вăрманта унтан пуçне йăвăç тупмастнам. Ib. Кам-ши вăл? — Такăш хăямачĕ ку! Чорт знает, кто это (идет). Ib. Темскер хăямат мăккăли ыраттарнă аякка кĕçĕр. Ib. Хăямат пĕлсе çитерет ăна. Ib. Лешĕ таçта хăямата тухса тарнă. Ib. Вутă хатĕрлеме Машавăша каяр, унта питĕ йӳнĕ, тет.— Хăямата вутту-качăку, вутăшăн унта çитех кайма. Ib. Мĕншĕн турттарса килтĕн ăна, хăямата, хăй пулсан, ӳксе вилсен, кай ывăнтăн, атя, лар тесе калас çук. Ib. Мĕн ху килĕнтех мăшкăлаттарса тăран ăна, хăямата (чорта, дурака, жулика и пр.), Ib. Хăямата тухса карĕ ĕнтĕ, кунĕпе ял тăрăх чупать, мур! N. Хăямата чупаттăрам! Куда к чорту побежали! Рак. Ачам-пăчам çимеллине çисе карĕ, таçтан килсе вăрăнчĕ хăямат. Якейк. Ку хотсам вĕçсе ан кайчăр, хăямат. Ib. Ах, хăямат, кормалла помар ăна! Ах, какая досада! N. Те кайса каларттарас ку шăла, хăямат. Хар. Паль. 38. Тĕттĕм хаяр пĕлĕт таçта хăяматах кайса кĕнĕ. Кан. Кам хăямачĕ ман Çĕççе мăкатрĕ? Капк. Пĕр кутамкка сăвăран, хăямата кайманскер пуçне, пĕри те пичете юрăхлă мар пулать вара!Кан. Хăямат, хай те ӳсĕр мĕн. N. Хăямат! Мĕн пур ĕçе пăсрăн! Изванк. Епле те пулсан ăсатса ярас пулĕ, хуть укçи-мĕнĕ хăямата, Микул карчăкне пуççапас пулать, вунпилĕк тенкĕ илсен те парасах. Хурамал. Кам кайса курнă унта! Хăямачĕ кайним! (Никто не ходил). Тюрл. Эй хăямат, эп она пĕлеймерĕм. Питушкин. Хăямата каймалласкер (каясскер)! (Брань). Ib. Ташта хăямат тĕпнех карĕ (исчез). Ib. Ташта хăяматра порăнать вăл, штан она топмалла! Изамб. Т. Хăямат (не знаю что) ĕçлесе тăрать, час тавăрăнмасть! Ib. Хăямат пĕлет эсир каланине? Ib. Тем хăямат пулчĕ çак ачана, йĕрет хăй. Ib. Çĕрле такам хăямачĕ килсе чӳречене шаккарĕ. Ib. Тепле хăяматла Василий салтакран юлчĕ. N. Хăяматăн-хăяматăн çӳресе. Орау. Пасарăн-хăяматăн (на базаре и в других местах) çӳресе ĕç юлса карĕ кăçал, мур! Ib. Ма килнĕ вăл? — Хăяматне килнĕ вăл! Чорт знает, зачем (не знаю)! КС. Пăшала çанта хунăччĕ те, тем хăяматне хăех тухса кайнă. Ib. Кăçал халăх тем хăяматне (почему-то) уличе карти тытмарĕ. Абаш. Ста хăяматне каян! Куда к чорту лезешь! Ib. Килмерĕ, хăяматне! (Чорт возьми!). Шурăм-п. Чăваш арăмĕ, хăямат, мишерле начар пĕлнĕ, тет.

хăяр

огурец. К.-Кушки. Хăяр йӳçсе çитеймен-ха. Огурцы еще не усолели. N. Эпир хăяр пасартан илетпĕр. ГФФ. † Тваткăл пахчи, хăяр пахчи çеçки сарăлсан илемлĕ. Четырехугольный огород, огуречный огород, бывает красив, когда расцветут огурцы. НР. † Пахчи, пахчи, хăяр-пахчи, хăяр çисе ӳсрĕмĕр. Бахчи, бахчи, огуречные бахчи! Питаясь огурцами выросли мы. Виçĕ пус. Илер эпир пĕр хăяр вырăнне: ун çине çĕнĕрен тислĕк тăкмасăр кашни çулсерен пĕрмаях хăяр акса тăрар. Мĕн пулĕ-ши вара?

хаярак

назв. болезни. Рак. При этой болезни железы пухнут и болят. Ib. 8-лă, 9-лă сăваççĕ, тулĕк юлашкинчен: пĕр хăярак сăвап, пĕр пĕрлĕхсĕр пултăр, теççĕ.

хăйă

(хы̆jы̆), лучина. N. Пĕр аршăнтан тухать çĕр аршăн. (Хăйă чĕлни). N. † Кăмакара хăйă шăлтăртатать, хăйă çутас вăхăт çитнĕ пуль. N. † Çутсан çут хăйăна çутăрах, хăйăн вĕçне татса тăрăрах. КВИ. Хăйă çунать ташласа хура пӳрте çутатса. N. Хурăн хăййи, березовая лучина. N. Хăйăр, ваша лучина. || Огонь. Вилĕ йăли. Çутăлсан, хăйă пăрахнă пăрахман вăхăтра. Во время рассвета, когда уже можно потушить огни. Трхбл. Хулана хăйă çутнă вăхăталла çитрĕмĕр. К.-Кушки. Хăйя сӳнтер-ха, погаси-ка свет. || Клин по обоим бокам одежды. КС. Кĕпе хăййи = клин. К.-Кушки. Кĕпен хăййи кĕскерех пулчĕ. Илебар. † Кĕпе пӳ те памасан, кĕпе хăййи те юрать пире. Кĕпе хăййи памасан, кĕпе çанни те юрать пире. Ст. Чек. Кĕпене тепĕр хăйă хушрăм та, аслăланса та карĕ. Я еще вставила в рубаху клин, и она стала шире. Изамб. Т. Кĕпе хăййи, боковой клин на подоле рубахи. Ib. Кĕпе хăййи кастарма кайнă. ЧП. Сылтăм арки хăййи (у камсул). N. Кăвак камсул, йĕс тӳме, сылтăм хăййи пулăттăм. || Сред. Юм. Пир хăййи тесе пир тĕртнĕ чôхне кĕрĕ хыçĕнче пир коммине уйăрса пĕр пиккине çиелелле, тепĕр йышшине аялалла туса тăракан патака калаççĕ. || Хăййи, часть шерстобойки.

хăна чикки

светец, треножник с рассошкой для вложення горящей лучины. См. хыççи. Т. II. Загадки. Пĕр кăвакалăн тăватă сăмса. (Хăйă чикки).

хăйăр пĕрчи

песчинка. Трахом. Хăйăр пĕрчи кĕрсе ларчĕ пулĕ ман куçа, пĕр те пăхма ямасть.

хăймалу

(хы̆jмалу), назв. кушанья (блины на сливках). СПВВ. Хăймалу, ăна çын вилсен пĕçерсе çиеççĕ. Пшкрт. Блины, облитые молоком. Хурамал. Вилнĕ çыннăн çиччĕшне тунă чух, хăйма çинче кăна пит çӳхе икерчĕ пĕçереççĕ, çавна хăймалу теççĕ. ЧС. Кĕçĕрхи каç хĕрĕх хăймалу пĕр укçа. (Поговорка. Вирĕм). N. Хăймалу, çын вилсен пĕçернĕ тутлă икерчĕ. N. Унтан хăймалу пĕçерме тытăнаççĕ. Ăна тутлă чустаран юсман пек туса пĕçереççĕ. Çатма çинче çу çинче пĕçереççĕ. Кăшт пиçе пуçласан хăймалу çине те, аял енне те яка тума çăнăх шывĕ çине хăйма ярса лăкаса хăймалу çине яраççĕ. N. Пытарса пĕтерсен, вилнĕ çынна хăймалу хываççĕ. Тюрл. Тыр пĕтерсен, хăймалу... См. Магн. М. 159, 169.

хăйматлăх атте

посаженный отец. Вомбу-к., Альш., Ст. Чек., К.-Кушки. Пĕр-пĕр ялти е ют ялти арлă-арăмлă ватăрах çынсене ашшĕ е амăш çук тăлăх арăм хăйматлăх атте тăват. Ăна вăл вара атте тесех чĕнет.

хăйпăн

отрываться, отлепляться. N. Ĕнерхи вăйлă çилпе пӳрт çине витнĕ хĕçтимĕр хăйпăнса тепĕр енчи пӳрт чӳречине кайса тиврĕ. Вчера ветром оторвало железный лист с крыши, и он слетел вниз и разбил в одном доме окно. Яргуньк. Çисан халь улмуççи хăйпăнса ӳкрĕ, тет, Иван пуçĕ тăринчен. Хăр. Паль. 34. Хăвăл айкки хăйпăннă. Кан. Малти çтенисем хăйпăнса укнĕ. Хурамал. Хăйпăнса тухнă = çурăлса тухнă. Ib. Йăвăçа çурнă чух пĕр айăккинчен кассан тепĕр енне çурăлса тухсан, хăйпăнса тухрĕ, теççĕ.

хăйпăрт

(хы̆jβы̆рт), отломить, оторвать. Пшкрт. Йӳçрен пĕр торат хăйпăртса илтĕм, отломил.

хăйра чулĕ

точило. Альш. Вилес умĕн ку старик пĕр ывăлне хăйра чулĕ пиллесе хăварать, тет.

хăвала

гнать, пригнать, гнаться, преследовать. КВИ. Çӳрет тукмак (волк) кăнтăрла, çӳрет тукмак çĕрĕпе, пырса кĕрет ялалла, çын хăвалать йыттипе. С. Айб. Шур кăвакал чĕппи кӳлĕ урлă, х(ă)валаса каçасчĕ кӳл урлă. А.-п. й. 3. Хăвалама тытăнтăмăр. Ib. 39. Пуян Сахар кайăка хăваларĕ-хăваларĕ те, нимĕнсĕрех килне тавăрăнса кайрĕ. Ib. 31. Тытăнчĕç хайхисене ĕсĕрлентерсе хăваламашкăн. Ib. 31. Эх хăвалаççĕ, эх хăвалаççĕ, хыçалтан тусан кăна мăкăрланать. Ib. 34. Пуçланă хăвалама. Хăваласан-хăваласан, аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. 36. Трашка ачисем, икĕ кайăка хăваласа, пĕр кайăк-сăрах килне таврăннă. Ib. 25. Темĕн-темĕн калать вăл, ăçтан хăваласа кăларăн ăна? — тесе калать тет вăл. Ib. 97. Хушрĕ улпут тарçине пĕр лашине тăварса хавалама çав çынна. Ib. 84. Иванĕ аран-аран сумккине хăваласа кĕртрĕ салтакĕсене. Никит. Çав хура пусăрах Сеппер кĕтӳç те, вăрăм чăпăркка тăсса, кĕтӳ хăваласа çӳрет. Иванова. Вара вĕсем мана хăвала пуçларĕç. N. Çил хăваласа çӳрет. Аттиково. Пĕр кĕркунне авăн çапнă вăхăтра, манăн пичче, уя лаша (лошадей) хăвалама кайсан, (т. е. ловить их, пригнать домой) пуç ыратать, тесе килчĕ. ЧС. Чирлĕ çын пулсан, чирне хăваласа кăларатпăр. Г. А. Отрыв. Кантур çурчĕ тума (Ассакассине) халăха пĕрене кӳме хăваланă (погнали). Орау. Эп килелле хăвалап (ухожу). N. Хăвала! Валяй! (т. е. иди). N. Вăл çын хыçĕнчен хытă чупса хăвала пуçланă (погнался). Утăм. Унта йыт çури тухса ман хыççăн хăваларĕ (преследовал меня).— Мана та унта йытă хăваларĕ. N. Ыттисем унăн сăмахне итлерĕç, тет те, тавай хайхи çынна хăвалама. Шинар-п. Унта ăна полицейскисем палланă та, хăвала пуçланă. N. Вăл çулпа пынă чухне ăна хирĕç икĕ кайăка çӳрекен çынсем кашкăр хăваласа пыраççĕ мĕн. || Охотиться. Хурамал. † Хура пусă такăр пулсан, кил хăвалар тилĕ юр çусан. || Шугать. Орау. Лашан хăй çине ларакан шăна-пăвансене хăвалама хӳре пур. ХЬ. Хăвала = хуйхат, шугать. Ib. Такăш хăваласа кайнă тийăн, ăрамра пĕр çын та çук. С.-Устье. Çак охотник çӳресен-çӳресен пĕр кайăк хăваласа ячĕ тет. || Собирать. Николаев. Вăйă хăвалама пĕр çын юлмичченех çак йĕркепе пырать. Чаду-к. Унта вăл упа курнă. Яла килнĕ те, халăх хăвала пуçланă. Çынсем вăрмана карĕç те, упана пирĕн яла хăваласа килчĕç. Сиктер. Каяс кун пĕр кун малтан теçетниксем пĕтĕм яла килĕрен пĕрер пашалу пĕçерме кĕлĕ тума каяссине пĕлтерсе хăвалаççĕ. || О землед. Чĕри юн хăвалать. || Юрк. Тытăнат урам тăрăх икĕ енĕпе те хăваласа пыма (пожар). || СТИК. Тьыха та çав ача пекех амăшнех хăвалат (= амăшне хурат). || Альш. Çулла ĕç çинчех вĕсене ашшĕ-амăшĕсем: пукрава илсе кайăпăр тесе, йăпата-йăпата ача пăхтараç, ăна-кăна ĕçлеттерĕç. Çавна халĕ хăвалаççĕ вĕсем: хăшне çĕнĕ çĕлĕк илмелле, хăшне çĕнĕ явлăк илмелле, хăшне атă, хăшне пушмак туянмалла. Учите детей. Кирек мĕнле çын та çамрăкранпа ашшĕ-амăшĕ килĕнче мĕне курса ӳсет, çавна юратать, çавна хăвалать.

хăвар

(хы̆вар), оставлять, оставить. А.-п. й. 4. Пĕрне тăварса, пĕрне кăна хăвартăмăр — туртать. Ib. 112. Тирне хăвараççĕ те, улăм тултарса каллех кӳлсе тăратаççĕ. N. Ялта çĕнĕрен прикăвăр туса каллех ял çине хăварчĕç. А.-п. й. 105. Сутьесем чухăн каланине чăн тенĕ, ĕнене чухăна хăвармалла сут тунă. Судьи признали ответы бедняка правильными и за ним оставили корову. Ib. 91. Улпут хăйĕн тарçине лаши патне хăварчĕ. N. Атте-аннене йăвăра хăвартăм (оставил в тяжелом подожении). КВИ. Мĕн хăварнă вăл хăй килĕнче? Что кинул он в краю родном? Хора-к. Çӳçăма-пуçăма салатрĕ, çийĕма-пуçăма хăвармарĕ. Ала 86°. Пуçларĕç лешсем чупма, чана карчăка таçта çитиччен хăварчĕ (обогнала). N. Ваçак ним тума та аптăранă, кайман юмăç хăварман, пĕри те тĕлне тупса параканни пулман. БАБ. Çавăнпа ăна пирĕн ялсем пĕр чӳк таврашĕнчен те хăвармаççĕ (т. е. зовут всегда). N. Саранча шăрчăк хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. N. Арăслана ку малтан хăварса хăварсах пынă. Сред. Юм. Тыр тĕл-тĕл ешлĕ пôлсан, хăварса пырса выраççĕ. Изамб. Т. Пӳрт чуречисене хăвармарĕ (пăр). Альш. Вĕр-çĕнĕрен кĕрĕк çĕлетрĕм: унăнах та хăнтăрне шыра-шыра кĕмен аслă лавккана хăвармарăм. А.-п. й. 42. Хапхине хупмасăрах хăварчĕ хăй. N. Унăн пĕр сăмахне те итлемесĕр хăвармастăмăр. || Прекращать. Бес. чув. Салтакра пурăннă чух вăл вулассине пĕрте хăварман. || Бес. чув. Ун умĕнче унăн ытларах та хăйне хăй аяла хăварасси килмен. || N. Вĕрентес тĕлĕшрен хĕрачасене те арçынсенчен ан хăварăр. || Обойти. Изванк. Çăмăр урăх çĕре çуса пирĕн çие çумасăр ан хăвартăр. (Моленье). Капк. Икровсем шĕвĕртсе хăварма та пултарĕç. Пазух. 56 † Пĕр-ик çавра юрă ай юрласшăн хăвармарăм сирĕн кăмăлăра. || Отложить. Бес. чув. 15. Аслă шăматкуна хăварчĕ. N. Вăл ĕçе вăрăма хăвармĕç. N. Тепĕр куна хăвармăп та-ха. || Освобождать. N. Шкула илсе каясран ачине е укçа парса, е пыл-мĕн, е тата урăх япала парса хăварнă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. 11. Ыран мана хăшăр та пулин вĕсем патне леçсе хăвараймăр-ши? тетĕп. „Не отведете ли завтра который-нибудь из вас меня к ним?“ — спрашиваю я. Ib. Тата мĕн те пулин ĕçлесе хăвармалли пур-и? Есть еще какая-нибудь работа, которую я могла бы сделать ао ухода? Ib. Авланса хăвар. Перед уходом женись. Ib. Ямшăк ачасене тӳрех пуштă хапхи патне антарса хăварчĕ. Ямщик ссадил детей у самых ворот почты. Ib. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пурт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвармарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом в том, что не построила зимою дома изо льда, а зимою - в том, что не выстроила летом дома из костей. А.-п. й. 113. Урапине çапах пăрахса хăвармасть. Ib. 35. Пăхăр-ха, тилĕ тăрнава вĕлерсе хăварнă,— тесе, тăрнана çавăра-çавăра пăхаççĕ. Ib. 77. Унтан арча çине тăприне тапта-тапта варса хучĕ те, паллă ан пултăр тесе, çулçăсем витсе хăварчĕ. Затем накидал земли и плотно утрамбовал. А чтобы не оставалось никаких следов, наложил сверху листьев. Собр. † Ямшăк çуни çунатлă, ларса тухам терĕм те, çунаттипе çапса хăварчĕ, мĕн тăвас. Иваново. Çав куннех ăна ашшĕ чăпăрккапа çаптарса хăварнă, тет. Н. Шинкусы. Чикан вара сирĕншĕн пĕрех хут пăхса тасатса хăварам (пăсташа) эппин тесе салтăнса ларчĕ. Сюгал-Яуш. Кукки каларĕ: айта хам каçарса хăварам, терĕ. N. Вара мана ӳкерсе хăварчĕ те, валалла чупса кайрĕ. Юрк. Ху виличчен ывăлна авлантарса хăвар, теççĕ. Орау. Кам шуйттанĕ пăсса хăварнă-ши хушша? N. Эпĕ вакун çинчен ӳкерсе хăвартăм картуса: çил вĕçтерсе хăварчĕ. N. Тырă мĕнле акса хăвартăр? Кан. Иккĕшне те туяпа хĕнесе хăварнă. N. Эпĕ шăтăксене аслатса хăвартăм. N. Пумилкке тунă чухне вара вăл чĕреспе чашка хире çемĕрсе хăвараççĕ. КВИ. Эп те вара хурланса, икĕ чуна асăнса, урхамаха вырттартăм, чӳклерĕм те хăвартăм.

хăварттал

квартал. Ск. и пред. чув. 41. Ахалех (даром) яртарать (позволит пустить) тет вăл çитерме (пасти) вăрманти пĕр çывăх хăварттала.

хăват

сила, мощь, крепость. N. Йепле кăштах хăват хурас-ши тесе, шухăша кайнă вăл. Юрк. Пĕр пулăштух савăтĕнчи эрех хăватне виçсе пăхсан, эрех ниçта юрăхсăррине, пит начаррине курсан, ку эрех сутаканĕнчен: епле эсир кун пек хăватсăр, начар эрехпе сут тăваттăр, тесе ыйтат. Шарбаш. Хăват, слава и сила. || Чудо.

хăваттир

квартира. Юрк. Хăваттирĕм халĕ хакĕ уйăхне вуникĕ тенкĕ, хама уйрăм пĕр пӳлĕм. Ib. Улпут патĕнче вырăнта пурăнакан çын, хăваттир пурăнма авантан, авланма шухăшлатăп тесе калама хăяймаст. N. Эпир ир çитеймерĕмĕр (приехади поздно), çĕрле пулчĕ, вара хăваттирте выртрăмăр.

хăвăл

(хы̆вы̆л), дупло. Букв. Сăпса хăвăла пыл тунă. А.-п. й. 17. Çакă çăка хăвăлне пыл хурчĕсем йăва çавăрнă та, пылне кăларса илме ниепле те меслет тупаймастăп,— тет упи. Ib. 17. Кусем хăвăл çăкана иккĕн ыталаса тытрĕç те, енчен енне лăкама тытăнчĕç. Ib. 17. Çăмламас улапа ула йытă хăвăлти пыла кăларса çирĕç те, пĕрле пурăнма тытăнчĕç. Ib. 42. Тилли, ниçта кайса кĕреймен енне, йăкăлт сиксе кĕчĕ пĕр юман хăвăлне. N. Эпĕ çав çăка хăвăлĕнче мĕнле тухас тесе шухăшласа ларатăп. N. Хăвăл, юпа çине тăхăнтарнă хăвăл йăвăç (çил арман тавраш). N. Каната хăвăл çине аврантарса кĕскетеççĕ е вăрăмлатаççĕ. Канат наматывают (навивают) на дупло и таким образом укорачивают, или же сматывают и таким образом удлиняют. || Тюрл. Уша йопи хăвăлĕ (туда кладут мелкие вещи). || Шарбаш. Хăвăл, на шăпила. || Шурăм-п. Тĕлĕкре хăвăл çăкăр курсан, хуйăх кĕт.

хăвăлла

дуплить. Орау. Лутка тесе пĕр йăвăçран хăвăлласа тунă пысăк чĕресе, катка пекскерне, калаççĕ. Вăл кĕвентепе йăтма хăлăплă пулать.

хăвăл сухан

хăвăл сохан, лук-сенница, стрельчатый лук. Якейк. Хăвăл сохан вăл пусăк тĕмĕсемпе çитĕнет, хăш чох пĕр тĕмми ача калпак пушшĕ полать. Вăл вăрăран шăтать, çав вăрăран акнă хăвăл сохан виç çолтан арасланса каять те, она вара пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн орăх çĕре куçарса лартаççĕ. Сред. Юм. Хăвăл сухан, кĕркунне лартса хăваракан сухан.

хăвăр

вы сами, себя. N. Эсир хăвăр, вы сами. Сред. Юм. Хăвăр ятласа ан йолăр. (Кил хуçи ятлаçупа ан кайăр тесен, хăнисем тôхса кайнă чохне хуçине хирĕç çапла калаççĕ). N. Хăвăрах ăна хăратмалла тăватăр. Н. Чукалы. Хĕветри калать: эпир сана пĕр пăлан тирĕ укçа парсан, эсĕ; кунтан кайăн-а? — тет. Якуркка калать: мана мĕне нуша, хăвăр илсе пырсан, илĕп,— тет. || Ваш, свой. Эсир хăвăр укçăра çухатнă.

хăла çырли

малина. М. Етмен. Якейк. Пĕр авăртан пĕр уçă хăла çырли татрăм. Ib. Ирхи апат хорн çырли, кăнтăрлахи — çĕр çырли, каçхи апат хăла çырли, хоран çакас хуйхи çок. Б. Олг. Хăла çырли малтанхи лайăх полсассăн, малтан акас полат, каранхи лайăх полсассăн, каран акас полат, варринчи лайăх полсассăн, вăта çĕрте акас полат. СПВВ. ТА. Хăла çырлн = хăмла çырли.

хăлаç

сажень, обхват. N. Пуртӳ çын кĕрсе тухмалăх пур-и, çук-и, ăшне миçе хăлаç ӳкет, миçе чӳрече? N. Ку хырă йĕри-тавра икĕ хăлаç ытла пулĕ. Ст. Шаймурз. Çитмĕл те çичĕ тĕслĕ вăрманта çичĕ хăлаç хырă пулĕ. БАБ. Хапха уçса хураççĕ те, хапхаран пĕр вунă-вунпилĕк хăлаç аяккарах кайса тăраççĕ. Чăв. й. Пур. 36. Малтан икĕ хăлаç алтма хуш. А.-п. й. 70. Виçĕ хăлаç аяккалла сирпĕнсе каять, тет.

хăлăп

(хŏлŏп), скоба, ручка (сосуда), рукоятка, перевесло. Сет-к. Пĕчĕкиççĕ кинĕм пор, килен-каян ал тытать. (Алăк хăлăп). N. Пĕр çын тăвать, çĕр çын тытать. (Алăк хăлăпĕ). Илебар. Уйран çӳпçине хăй ăçта кайнă, çавăнта çакса çӳреме хăлăп туса ячĕ, тет. Ст. Шаймурз. Алăк хăлăпне тытрăмăр, тет. Мы уже схватились за дверную скобу. СЧЧ. Иккĕн хуранне хăлăпĕнчен патакпа витĕрсе, ун хыçĕнчен йăтса çӳреççĕ. В. Олг. Витре хăлăпĕ (çакки), перевесло. Ала 5. Иван каларĕ, тет: çĕрĕн хăлăп çук, хăлăп пулсан тепĕр енне çавăрса пăрахăп, тесе.

хăлтăртаттар

понуд. ф. от гл. хăлтăртат, стучать, издавать глухие, резкие звуки. N. Пĕр вĕçемсĕр шарт та шарт çапса, йĕри-тавра саланса кайса, хăлтăртаттарса тăрса, пĕтĕм сывлăша хумхатса ярать те, унтан калдех вăхăтлăха лăпланать (çиçĕм çиçсе аслати алтнă чух). Сиктер. Хăлтăрча ан хăлтăртаттар. Не верти скальницу.

хăлхаллă

имеющий уши, с ушами. N. Вăрман хăлхаллă, хир куçлă. Кан. Эс унта арлан хăлхаллине пус (овцу). N. Хăлхаллă çĕлĕк. Г. А. Отрыв. Хăлхаллă калпак, особая шапка (хăлха урлă яраççĕ). N. Пит хытă хăлхаллă япала вăл, плохо воспринимающий или по глухоте иди по рассеянности. || Имен. Тĕрен икĕ тĕрлĕ пулат: пĕр хăлхаллă, икĕ хăлхаллă; пĕр хăлхалли лашасене çăмăл, ăна иккĕпе, виççĕпе çăмăл çӳретеççĕ; иккĕллине ултă лаша е пиллĕк кирлĕ. Лемех бывает двух родов: одноперый и двуперый,— с однокрылым лемехом легче лошадям — с ним можно легко пахать и на двух и на трех, а для двуперого надо лошадей пять или шесть. См. ака, там же тĕрен (вып. 1).

хăлха çунатти

хăлха çуначĕ, ушная раковина. Хурамал. Орау. Пасарта эпĕ пĕр сарă хĕр куртăм, хăй хăлхи çуначĕсене кĕмĕл алкасем çакса янă.

хăлхарĕм

серьги. Питушк. Хăлхарĕм пĕр тенкĕлĕх, çур тенкĕлĕх, виç чĕтвĕртаклăх çакать, хăлхана çакать.

хăлха

кострика. Оп. ис. ч. II. Çăварния ăсатнине пĕлтермешкĕн ял тулашне, мал енне, сӳс хăлхинчен пĕр çӳлĕ этем кĕлетки купаласа хураççĕ. В ознаменование проводов. масленицы ставят за деревней, к востоку от нее, высокое чучело человека, сделанное из кострики. См. сӳс хăлхи (вып. ХI), холха, хуха.

хăма

(хы̆ма, хŏма), доска. Бес. чув. 3. Микулай ăна хăма çурма тесе илнĕ пĕренешĕн укçа памалла пулнă. Пазух. † Урамра хăма çураççĕ. Курм. Ылтăм хăма çорĕлĕ; хорт-копшанкă тапранĕ. (Тол çутăлни). N. Вăл пӳртĕн ăшĕнче 99 хăми пур иккен, 88 сакки пур иккен, 99 хăминчен пĕр хăми пире авалхи йăлапа выляса кулма ирĕк пулмĕ-ши? К.-Кушки. Улта хăма тăршшĕне утса тухса пулмарĕ, çичĕ хăма тăршшĕне çитсе курса пулмарĕ. Яргуньк. Хăма вартама, обтесывать доску (промысел). Сред. Юм. Хăма кĕрншнĕ. (Типсе хутланса кайнă). Оп. ис. ч. II. Платниксем хăмасене саваласа хунă. Плотники выстругали доски. Ib. Пӳрт çумне хăма çапса хунă. К избе прибили доску (или прибита доска). Ib. Хусантан саккун килмесĕр хăма çурăлмасть. (Хĕвел тухни). Доска расколется не раньше, как придет указ из Казани. (Восход солнца). N. Тĕл-тĕл урай хăмисем çĕрсе кайнă, хăма пуçĕсенче шăтăксем пулнă. Хирле Сир. Хăмасене красный пăрăс тĕлĕнчен хорса çӳлелле çор пĕвее çитиччен хăпартаççĕ. Хăмасем умне тăпра толтараççĕ. || Тес. ГФФ. † Çортсем çине хăма витнĕ. Дома крыты тесом. Чураль-к. Мана атте юратать, шур пӳрт лартса парас тет, çине хăма витес тет. N. Çĕн пӳрт тăрне хăма витрĕм, çапса çăмăр çăвасран. || Полка. Чертаг. || Вывеска. Яргуньк. Иван патша çурчĕ çумĕнче çырнă хăма курчĕ, тет те, вулама тытăнчĕ, тет, çав хăма çинчи çырăва. || N. Пурăна киле хăма çапса халăха пухасси пăрахăçа туха пуçланă. || Качели. Афанасьев. Хăма çинче ярăнас.

хăмăр

(хŏмŏр), бурый. N. Хăмăр, дымчатый, карий. К. -Кушка. Хăмăр, карий, коричневый. Пазух. † Савни хура куçлă, хăмăр çӳçлĕ, юратмасăр чунăм чăтмасть-çке. Скотолеч. 11. Хăмăр тĕслĕ (о моче). А.-п. й. 23. Çапла икĕ така кăвак кашкăрпа хăмăр упаран хăтăлнă. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ст. Шаймурз. Вăрманта хăмăр, çула тухсан хура, киле кăрсен шурă. (çăка). ЧС. Пирĕн пĕр пысăк хăмăр ĕне пурччĕ. Чăв. й. пур. 5. Çӳçĕсем-сухалĕсем хăмăртарах (у него). Ст. Чек. Хăмăр куç, карие глаза. || Время, склонное к ненастью. Зап. ВНО. Хăмăр çанталăк, время к ненастью, пасмурная погода.

хăмăт пĕвĕ

то же, что хăмăт пăявĕ. Яргейк. Упа унăн хăмăт пĕвне татса тăкрĕ тет. (Упа уринчен пĕр çын шăрпăк кăларнă, кăларсан упа хăмăт пĕвне татнă).

хăмăш

камыш. Н. Седяк. Альш. Çавра кӳлте ик хăмăш, пĕрин пуçĕ уйăх-тăр, пĕрин пуçĕ хĕвел-тăр. ГФФ. † Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. N. Тĕпне хомăш пек, тăррине чакан пек ту. Рекеев. 1) Лаптак хăмăш, 2) чăмăр хăмăш. N. Пĕр пĕрчĕ хăмăшпа шыв ятăм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа çу ятăм. || Синерь. † Вăрăм курăк тăрăнче вăрăм хăмăш умханать. || Тростник. Образцы 79. † Унăн йăвине мĕн витнĕ? Хăмăшран касса хăва витнĕ. || Поплавок из камыша или из пробки и пр. Череп., Бур.

хăмла

(хы̆мла, хŏмла), хмель. Н. Карм. Ашшĕ тӳрĕ, амăшĕ кукăр, хĕрĕ начар, ывăлĕ усал. (Хăмла). Собр. Хăмла йывăç тăррине улăхтарса лартать. (Послов.). Шел. 19. Улăхсенче хăмлисем автан пуç пек пулатчĕç. Юрк. Ку хуçанăн сăри тутлă, пĕчĕкçеççĕ хăмла калайман. Ib. Аттенĕн хăмли аслăк хыçĕнче, яваланмасăр вăл ӳсеймес. Ib. Çакă пирĕн халăхсем пĕр хăмларан сăра тăваççĕ. N. Сăрана хăмла каланă-и? Якейк. Хăмла полса çитсен, ăна сăтăраççĕ (татаççĕ).

хăмма

(хŏмма), доска. М. Етмен. Чуратч. Ц. Вăл канав урлă пĕр хăмма анчах хунă. N. Юрламасăр пурăнса ман çине хăмма анчĕ, тенĕ.

хăмпăлчаллă

обряд (перед свадьбой). Собр. Туй пуличчен виçĕ кун юлсан ачи килĕнчен пĕр-пĕр çын хăмпăлчаллă пырать, туйĕ чăн виç кунтан пулассине калама.

хăна

гость. НАК. Туй çыннисем хăшĕ киле каяççĕ, хăшĕ пĕр-пĕр яла хăнисем патне ĕçме каяççĕ. А.-п. й. 84. Хăнасем пухăнса çитсен, Иван пиччĕшĕ ылттăн сумкка тытать те, сĕтел çине силлет. Ib. 84. Хăнисем тепĕр кунне Иван пиччĕшĕ çинчен сута параççĕ. Ст. Айб. Килен хăнанăн кайни илемлĕ теççĕ. (Послов). Регули 1306. Эп вăлсам хăнине хирĕç полтăм. N. Епле Кĕркури пичче пит час хăна пулса (из гостей) каятăн? Юрк. Сыв пулсан çулла ман патма хăнана килĕр? Ib. Пĕр-ик-виç кун ывăлĕ патĕнче хăна пулаççĕ. Ib. Эпĕ Тимĕрçен ялĕнче пĕр пуян чăваш патне çăварнире хăнана пырса кĕтĕм. ГТТ. Икĕ çăкăр татăкĕ пулсан, хăна килет, тет. Ст. Чек. Митьтя, эсĕ хăнана пыратна? Дмитрий, ты пойдешь в гости? А.-п. й. 7. Кашкăрĕ калать: „Тавай кушака хăнана илсе килер, атту пире пĕтĕмпех тытса пĕтерĕ“,– тет. Ib. Т. Кушак тус! Айта хăнана! ГФФ. Хăна юрри. Гостевая песня. ГФФ. † Чĕннĕ хăнисем килсессĕн... Когда придут званые гости. Пшкрт. Хăна пăк, угощай гостя. В. Тим. † Ăрамăрпа иртсе эп пынă чух, кĕрсе хăна пултăм эп сире. N. Хăна пула пуçлаççĕ. Начинают угощаться (в гостях). Çутт. 46. Халĕ хăнара çӳресе пулмасть. N. Хăнасене ĕçтерме атте З путылкаран ытла эрех илместчĕ. Альш. Хăнара çини шыв урлă каçиччен анчах. N. † Эпир килтĕмĕр хăнана, хăнан кĕрнекне кӳртĕмĕр. N. Хуçи тăмасан, хăни тăмаст. Шинар-п. Кăшт тăрсан пĕр чĕкеç вĕçсе пырса кайнă. Вăл унта хăна ларнине курсан каялла вĕçсе кайнă. || Орау. Хăнасем килчĕç. Наступили регулы.

хăна килĕ

постоялый двор, квартира, ночлежник. Начерт. 191. Хурамал. Тата хăна килшĕн пама укçа кирлĕ. Ib. Салтак пĕр çурта пырса кĕнĕ, вăл та хăна кил яман (не пустили ночевать). Сборн. по мед. Вăл-ку тасине, таса маррине хăна килĕсенче, хваттерсенче, çавăн пек пурте пĕр савăт-сапа тыткаламалла ытти çĕрсенче те пуринчен ытла астăварах парас пулать. ТХКА 61. Асаттепе иксĕмĕр Ахматулла ятлă тутар патне хăна киле кĕрсе выртнăччĕ эпир Хусанта. Разг. С. Мих. З. Хăна кил яратна эсĕ? Не пустишь ли (меня) на ночлег? N. Хăна килĕ пăлтăрĕнче выртса кансассăн, пӳрт умне апат тума тухнă та, сăмавар лартма хушнă.

хăналла

игра в гости. Дик. леб З0. Ачасем те, çакна кура, пĕр-пĕринпе хăналла вăляма тытăннă.

хăнар

угрожать. N. Ăна хирĕç пĕр ырă сăмах хушмасăр хăнарса тăрать.

хăнăрлă

встр. в сочет.: хуртлă-хăнăрлă, имеющий пчел. Ходары. Пыл çуккисем хуртлă-хăнăрлă çынтан сутăн та пулин илеççĕ те, вирĕм йăлипе пĕр чĕрес пылласа лартаççĕ.

хăнăхсăр

беспривычный. Ст. Чек. Хăнăхсăр çын; алă хăнăхсăр. || СПВВ. ГЕ. Хăнăхсăр тесе пĕр-пĕр çын ют çĕре кайсан, хăйса çӳремен çынна калаççĕ. || СПВВ. ТМ. Хăнăхсăр тесе ак кама калаççĕ. Йăлăнтарса çӳрекен, е час-часах вăрçакан çын пулать, ăна вара хăнăхсăр теççĕ.

хăнк

(хы̆ҥк), употребляется в смысле хоть бы что. Сунт. Акăлчан чĕлхинче ют сăмах туллиех, акăлчан чĕл-хи уншăн хăнк та тумасть. Хурамал. Пысăк чула пĕччен кăна кӳсекпе хайăрсан пысăк чул пулсан хускалмасть; вара калаççĕ: хăнк та тумасть чулу (кисренмест те), Ib. Эп пĕр çынна çавна кайса ĕçле-ха терĕм те, хăнк та тумарĕ ман сăмахпа, хускалмарĕ те.

хăнк

(хы̆нк), то же, что кăнт. Б. Олг. Пĕр çын вилнĕ, хăнкса кайнă вăл тет (готов).

хăнкăла

(хы̆нгы̆ла), клоп. ТХКА 19. Хĕвел ăшшипе çан-çурăмне ăшăтса, килленсе пĕр кӳпчеме хăнкăла месерле выртать.

хăнтăр

бобер. Начерт. 191. Кильд. Вак касрăм, шыв ĕçрĕм, хăнтăр пур иккенне пĕлмерĕм. Хурамал. Анкарти пĕр хыçне виртсем ятăм, хăнтăр чĕппи пурне пĕлмерĕм. Рак. Хăвăлта хăнтăр вылять. (Куç). Çатра-Марка. Хăнтăр тĕслĕ йăттăм пор. Трхбл. Куç харшисем хăнтăр, куçсем çăлтăр, кам телейне пăхса ӳсет-ши. Хорачка. Хăнтăр çока — хĕрарăмсам сыпăçтарса; хăнтăр ĕçлĕк — хĕрарăмсамăн авал; хăнтăр шура порăннă таста анатра. N. Эпирех илес ай хĕрĕн те пичĕпе куçĕ çăлтăр пек, çӳçĕпе пуçĕ хăнтăр пек. || Тесьма, оторочка. М. Ăнтавăш. Хăнтăр, самодельная оторочка из овчины. СПВВ. НН. Хăнтăр, кĕрĕк çухине тытакан тир. СТИК. Кĕрĕк аркине хура путек тирне тăсăмăн-тăсăмăн касса тытаççĕ; çавна хăнтăр тытас теççĕ. Тюрл. Хăнтăр, обшивки (тюленев., котиков. и др.). Чутеево. Хăнтăр, вообще обшивка по краям верхнего платья (тӳлен, кутьăк). Ст. Чек. Хăнтăр, воротник шубы из тюленьего меха. Кĕрĕк хăнтăрĕ, кĕрĕк çухине хăнтăр тытаççĕ. Ст. Шаймурз. Тăхăр тиртен кĕрĕк çĕлетекен, унăн хăнтăрĕсем епле-ши. || Альш. † Çипирккене хăнтăрсем эп çавăртăм. Нюш-к. Хăнтăр çаврас тесе ака пуçĕпе ана тавра пĕрре акаласа çавăрăнассине калаççĕ.

хăнчăр куçлă

остроглазый. N. Сенĕкĕ пĕр хăнчăр куçлă çын аллинче пулнă.

хăп

(хы̆п, хŏп), отстать, отойти, отпасть, отделиться. Кĕвĕсем. Ĕнтĕ ут пыраймас, ут пыраймас, йĕс таканĕ хăпнă та пусаймас. N. Пысăк тĕме, вăл тĕмене улăп çăпати тĕпĕнчен хăпса юлнă теççĕ. ЧП. Хуйри хăпса ӳксессĕн (у вяза). Цив. Çӳлĕ ту çинчи çӳрен ут, тахан хăпнă утаймасть. Янтик. Пушмак кĕлли хăпнине атă кĕлли мĕн тăвас? О сохр. здор. Тата хăш-хăш çынсем чечеклĕ ачана кĕсенсем хăпса пĕтмесĕр çумаççĕ. Ib. Пирĕн тир пит хĕрнĕ, тарланă пулсан, е вĕри шывпа йĕпетсен, вара унтан тин кирĕк хăпса тухать. Юрк. Унччен те пулмаст, хай чăваш арăмĕ, алăк янаххи çумĕнчен хăпса кайса, кĕсле калаканни умне пырса тăрат те, лайăхах кĕсле калама пултараймантан, унăн аллинчи кĕслине: кӳр-халĕ хам каласа кăтартам, тесе илет, тытăнат хăй кĕсле калама. Ашшĕ-амăшне. Эпĕ ĕмĕр санпала пĕрле пурăнтăм, халĕ санăн пуçна ниçта чикме вырăн çук чухне епле сантан хăпăп вара? Демид. Лешĕ хăваласа ярать кăна, хăпах эппин (ну ладно, отстань), тесе. Орау. Хăни-вĕрлисем аран-аран хăпрĕç (убрались). Ib. Ан хăвалăр-ха, апат çисанах хăпăпăр. КС. Аран-аран хăпрĕ. Насилу ушел (о навязчивом госте). Халапсем. Апла каласан, ку карчăк пӳрт чӳречи умĕнчен хăпса каять. N. Карчăк Еккĕмрен хăпас çук. || Оторваться. N. Манăн пĕвĕм çумĕнчен хулпуççийĕм хăпса ӳктĕр. Тюрл. Атă кĕли хăпса ӳкрĕ. Шурăм-п. Унтан хăпма та пĕлмеççĕ. Не могут от него оторваться (от приятедя своего). Ачач 49. Вĕренекен ача алăк çумĕнчен хăпса малалла пĕр утăм ярса пуссассăн тин... || Ускользнуть. N. Кунтан хăпасси кăна. Только бы ускользнуть отсюда. || Отвязаться. Сред. Юм. Такçан та хăпса каяс çок. Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм, кăçалхи çул памасан, ĕмĕр хăпмĕ, терĕр пуль. || Расставаться. Кильд. Çичĕ ют хушшине эпĕ пымăттăм, савнă ырă тусăмран хăпмăттăм. || Подняться массой, чтобы сделать что-нибудь. КС. Халăх хăпса тухнă. Народ вышел массой (напр. из деревни). Орау. Акă ĕнтĕ, мурсем, каллех хăпса килчĕç (пришли во множестве, привалили). Изамб. Т. Исампальсем ана туса валеçме çаран çине каçсан, пĕтĕм Исеккел хăпса (гурьбою) тухрĕ. Юрк. Ку шуйтансем ăçтан хăпса килеççĕ-ши? N. Пăр пек хăпаççĕ, Толпами уходят. КС. Паян пасара халăх хôппăрĕ, çул та палăрмасть пыраççĕ (много народу двинулось на базар). || Сунт. Çуртырри çĕр çумĕнчен хăпаймасăр кукша пуçлă çын çӳç пĕрчийĕсем пекех вĕлтĕртетсе ларнă. || Употр. в сочетании со словом сехре (сехĕр). См. сехре хăппи (вып. ХI).

хăпар

подниматься, всходить, взьезжать. А.-п. й. 50. Вара таки ту çине хăпарса кайса мĕн пур вăйпа чупса анать те, кашкăра пĕрех мăйракипе пантлаттарать. Баран поднялся на гору, бегом спустился и изо всей силы ткнул волка. N. Ӳпке пулсан хăпарăп. ГТТ. Ӳпке пек хăпарса кайрĕ. К.-Кушки. Пĕлĕт хăпарат. N. Аялтан унăн тымарĕ типсе хăпарĕ. Абаш. Атăл таппи хăпарчĕ. По речке пришла вешняя волжская вода. N. Çав авнă йăвăçа ярсан, йăвăç çӳлелле хăпарса ачана çӳлелле çĕклесе карĕ. А.-п. й. 35. Ăсу пĕтрĕ пулсан, пĕр картлашка çӳлерех хăпарса вырт та, вилнĕ пек пул,— тет. N. Çумăр хĕвел анăç енчен пирĕн енелле хăпара пуçларĕ. Якейк. Ай-яй, Карантăкри çыр (овраг) ытла хыт хăпарать-çке (быстро размывается в низовье и идет все выше и выше). Юрк. Хăмла çырли, палан çырли шыв сулханпе хăпарат. N. Шыв пуçтарăнса килнипе сивĕ хĕл кунсенче шăнса ларнă пăрсем хăпарса килеççĕ. Бес. чув. Хăпарнă чух кăшт чарăнса тăчĕ те еррипе хăпарса çитрĕ. Ст. Чек. Хăпарса тăракан вырăнсене урапа таптаса тикĕслеттĕрĕмĕр. N. † Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Юрк. Чĕлĕм çинчи тапак хăпарса çунсан, йĕпе килет. Ст. Ганьк. † Çӳл ту çине хăпарнă чух ывăннă пек эпĕ пултăм. || Итти. НР. † Анатран хăпарать шорă пăрахот. Снизу идет белый пароход. || Влезать. Икково. † Çырми тарăн полсан та, çолĕ такăр полсассăн, анса хăпарма полатех. Абаш. Пĕр çăкăр, пилĕк пашалу, пĕр çĕклем утă хутăм, хам хăпарса лартăм. А.-п. й. 111. Сикрĕ тухрĕ те, урапа çине хăпарса ларчĕ. Ib. 13. Упа юман çине хăпарса кайрĕ. Медведь полез на дуб. Ib. 57. Йăва тилĕ сăмси çине хăпарса ларчĕ те, татах юрлама пуçларĕ. N. Виç хут çӳллĕш хăпартамăр. Мы были на высоте третьего этажа. Юрк. † Пусса хăпарас пусмине (у дома) пылчăк хăпарнă. КС. Эпĕ аслăк çине хăпартăм та юлташа аялалла тĕксе ятăм. Я влез на сушила и столкнул товарища вниз. || В перен. смысле. N. Ертел çинчен ан хăпар. || Всходить (о тесте). || Расти. Якейк. Çарансам кăçал ку таранччен лайăх хăпараççĕ те-хе, валалла тепле полĕ. Чув. пр. о пог. 451. Тĕтреллĕ çăмăр çусан, хăмла хăпарат. Если моросит, хмель растет. Аттик. Шыв тулса чаксассăн, улăхсем çинче, çарансем çинче курăксем ешĕрсе хăпарса тухаççĕ. || Опухать, вздуваться. Тет. Унăн ури тупанĕ хăпарнă, вăл пур пĕрех вилет. Кан. Çурăмсем хăпарса тухичченех выляттăмăр. N. Урасем чысти хăпарса пĕтрĕç. N. Ура тупанĕсем хăпарса тухсан, вĕсене чĕрнепе туртса татма юрамасть. Изамб. Т. Пăр (град) пуçне килсе çапнă та, пуçĕ чăх çăмарти пек хăпарса тухнă. Ст. Шаймурз. Ман анненĕн куçне чăх çăмарти хĕрли пек ӳт тĕслĕ темĕскер хăпарса тухнă. Скотолеч. 19. Тарланă лаша сивĕ çĕрте тăнипе тепĕр кунне ӳчĕ хăпарса тухнă пулсан... N. Урасем хăпарса тухрĕç. Скотолеч. 33. Çав шатрасем хăмпă пек хăпарса тухаççĕ. Ib. 20. Çулла ăшă çанталăкра шăна-пăван çыртнипе лашанăн çан-çурăмĕ хăпара-хăпара тухать. Ал. цв. 8. Акăш мамăкĕнчен тунă тӳшек çинче ту пек хăпарса выртать (о пуховине). || Взорваться. Пшкрт. Вăлсам поткоп тусассăн, печке лартнă-ç онта, тар печки. Печке патня çорта çутса лартса. Каран хăпарса карă. || В качестве вспомогательного глагола. Оп. ис. ч. II. Кашкăр выртса йăванчĕ тет те, мăн (пысăк) хурчăка пулса хуракăшĕнчен те (акăшран та) çӳлерех вĕçсе хăпарчĕ, тет. Волк лег, перевернулся, оборотился ястребом и взлетел еще выше лебедя. Орау. Шăтăкин айккисене чултан туса хăпарнă. Стены ямы обложили камнем. Ib. Армантан тавăрăннă чухне лава аран-аран турттарса хăпартăм.

хăпарт

понуд. ф. от гл. хăпар; поднимать. N. Атисем анчĕç те, хăваласа хăпартрĕç. Шарбаш. Хăпартмалли-антармалли (для того, чтобы пустить меньше или больше). N. Хăпартса пыр. Сред. Юм. Калас тесе чĕлхене те хăпартап, тата çапах чарнса тăрап. Чтобы говорить иногда и язык поднимаю, но потом опять удерживаюсь. N. Кӳрĕшсен ĕнер кĕлет хăпартрĕç (поставили сруб на место), витмеллех турĕç. Пир. Ял. Пӳрте хăпартнă чухне аялти йĕркисене смалас пулать. || Поднимать дух. Ск. и пред. чув. З4. Пăхса тăракан яшсене пĕтĕм халран вăл ярать, чунĕсене хăпартса ташламашкăн хĕтĕртет. Алших. Хусан лавкки таварĕ çинçе çынна хăпартат. || Поднимать зябь. Баран. 109. Сухаласа хăпартса хăварнипе çум курăкин тымарĕсем, тырра тивекен хурт-кăпшанкăсем шăнса пĕтеççĕ. || Вздувать. Кама 16. Пит çăмартине сывлăшпа вĕрсе хăпартать те аллисемпе параппана çапнă пек çапать. Кн. для чт. 85. Вăл çара уран пынипе урине хăпартса кăларнă. Изамб. Т. Лашине çаптара-çаптара хăпартса кăларнă (до того, что остались следы). N. Урасене хăпартса кăлариччен çӳрерĕм (разбухли ноги). || О тесте. Ала 75. Хăпартнă хăпарту пек, ларма кайнă хĕр пек. (Çарăк). || О почках. N. Çуркунне кунсем ăшăтса килнипе, хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те хĕрлĕ сăнлă курăнса хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. || Оторвать. N. Кунтан час-часах хăпартас çок мана. Тайба. Хĕрсен хыççăн çӳресе атă кĕлине хăпартрăм. Байгул. Ашшĕпеле амĕшĕнчен хăпартмаллах килтĕмĕр (невесту). || Срывать. N. Çак кĕнекене уçса унăн пичечĕсене хăпартма кам тивĕçлĕ? N. Вăл ку кĕнекене уçса, унăн пичетне хăпартма пултарать. || Отлеплять. Юрк. || Начислять, набавлять. Кан. 4О кратуслине илсе пырать те 22 пус хăпартса сутать. Шурăм-п. Илсе каяканĕ пĕр пус хăпартрĕ. || Повышать (расход). Н. Сунар. Соколов çапла хăпартса пĕр тăват-пилĕк кунта 150 тенке çитерчĕ, тет. || Преувеличивать. N. Вĕсем суйса сăмахсене хăпартса калаçса. || Баран. 84. Каснă салмана (лапшу) çăмартапа хăпартса сарă-çу ярса çиет. || Употребляется в сочетании со словом сехĕр. N. Сехĕре хăпартса пурăнаттăмăрччĕ. Жили в постоянном страхе.

хăпăт

(хŏбŏт), оторвать. N. Хăпăт = хăйпăт. КС. Çыру марккине хăпăтса илнĕ. Ib. Кĕсене хăпăтас, снять. Скотолеч. 18. Пĕр сехетрен вăл тăма хăпăтса пăрахас пулать. N. Чĕлхине пăр çумĕнчен хăпăтса тарнă. Хурамал. Икĕ япала пĕр çĕре çыпçăннă пулсан, ăна хăпăтас пулать теççĕ. Стена çумĕнчен хут хăпăтса илтĕм. ЧП. Хĕрсем хыççăн çӳресе аттăм тĕпне хăпăтрăм. Толст. Ниепле те Булькана хăнчен хăпăтаймасть (медведь). || Отломить. || Съесть. Микушк. Лешсем çывăрсан, Йăван хăпăтса ячĕ, тет, хур ашне, аран хашкаса выртать; тет. || Снимать. КС. Юман хуйăрисене хăпăтрăмăр. Снимали верхнюю часть коры старого дуба. || Употребляется в сочетаний с сехре. КС. Сехреме хăпăтрĕ, испугал. N. Çавă пирĕн сехрене хăпăтать. См. хăптар.

хăр-хар

подр. рычанию. СТИК. Йытăсем хирĕç пулсанах сичас хăр-хар! туса илеççĕ. КС. Йытă хăр-хар тăвать, харкашать. КАЯ. Карта патне çитерехпе, пирĕн хыçра тем хăр-хар тени илтĕнч. (Это была бешеная собака). Сред. Юм. Тепле ачапчасĕм çак кô пирн ачасĕм, ним мар япалашĕнех хăр-хар çиç туса лараççĕ (ругаются). Ib. Ачисем йытă пик пĕр-пĕрне хăр-хар çиç туса лараççĕ.

хăр-хум

подр. рычанию. Б. Илгыши. Пĕр çын иртсе кайнă чух йăтти хăр-хум тенĕ тет. Сорм-Вар. Хуп-чӳречи хыçĕнче ула йăтти выртать, тет, пĕр çын иртсе каять, тет, хăр-хум! тесе каларĕ, тет.

хăрăк

сухой. N. Хăрăк турат. N. Унта тӳп-тӳрем çĕр тăрăх хăрăк çилсем ним чарусăр алхасса çӳреççĕ. N. Хăрăк ана. Аттик. Хăрăк йăмра. Городице Б. Хăрăк мăйăр (червивый орех). || Ветхий. ЧС. Çисе тăрансан шăммисене пуçтарчĕç те, пĕр хăрăк савăт çине тултарса хире çын пыман Çĕре кайса ларттарчĕ. N. Хăрăк пӳрт. || Захудалый. N. Ку Пенза питĕ хăрăк губерни, начар. || Несчастный. ЙФН. Çакă пӳртре эп хăрăк, мана сăмах тимен кунĕ çук (словами обижают). N. Атте мана хăрăк турĕ, хора лашине мана памарĕ. N. Муш эпĕ вилĕп, ачама хăрăк ан хăвар.

хăрăк хывни

назв. обряда. Череп. Чăваш йăли тăрăх хăрăк хываççĕ шăрт-шарт сиксе вăраннăран. Вăл шăрт-шарт сиксе вăранакана калаççĕ, вăл питĕ хытă хăранă, ăна хăрăк хывас пулать, тесе. Вăл хăрăка хывас пулсан, амăшĕ хывас пулмасть. Хăрăк хывнă чух пӳртрен никама та кăлармаççĕ. Хăрăк хывнă тĕле çын кĕрсен, çав çынран хăранă теççĕ. Хăрăк хывма тытăнсан илеççĕ шывлă чашкă, пилĕк-улт хăйă. Пĕр хăййи çине хураççĕ шурă тăхлан, айĕнчен вут тивертсе хăйă тытаççĕ. Унтан сăмахне кала пуçлать. Çичĕ тинĕс урлă Ашапатман карчăк килет тет, вăл вĕрет тет, сурать тет, çак ачана (ятне калать) хăрăк хывать тет. Тух, хăрăк, тух, хăрăк! Путек макăрнинчен хăранă пулсан, йытă вĕрнинчен, автан авăтнинчен, аннӳ, аçу кăшкăрнинчен, ют çын кăшкăрнинчен хăранă пулсан та, тух, хăрăк, тух, хăрăк! Тьфу, тьфу, тьфу! Тăхлан ирĕлсе çитсен, шывлă чашкă çине пăрахать. Чашкă çинчен илет те, çавăркаласа пăхать те, калат: халĕ хăрăк хывни тухман, автан кĕлетки ӳкмен. Татах çав сăмахсене калать. Татах ирĕлсе çитсен шыва пăрахать. Ĕнтĕ автан кĕлетки ӳкрĕ, хăрăк хывни сипе килĕ. Шывне вара амăшнех саптарать çын ури тивмен çĕре. Хăрăк хывнăшăн ачи тăрăшшĕ пир ыйтать. Унтан хăй тăрăшшĕ пир параççĕ. (Сообщила Раиса Волкова).

хăркала

учащ. ф. от гд. хăр. N. Ӳсме аван ӳсрĕç пĕр, ытла сăрт çинчисем кăна хăшĕ хăркаларĕç.

хăрт

высушить. Могонин. Ниш — пĕчĕкçĕ, сăпкара выртакан ачана типĕтсе хăртса яракан чир. || Корчевать. N. Вăл вăрмана Петĕр хăртнă, тет, çавăнпа „Петĕр хăртни“ тенĕ. НИП. Виç хут туса хăртаççĕ курăк тымарĕсене (сухаласа). || Поносить. оскорблять. Ст. Чек. Тĕнчери пурĕ-çуккипе хăртнă (всячески поносил). Ib. Хăртас, указать человеку его ничтожность во время ругани. Изамб. Т. Ул хăй тахçанхине пĕлет, тахçанхипе хăртать. N. Карта витĕр хăртрăм (оскорбил). Альш. Хăрт = мăшкăла. Сред. Юм. Чист хăртса хăвартăм (изругал всячески). Ib. Вăрçнă чôхне пĕрне тепри тем те пĕр каласа пĕтерсен, пĕри чĕнейми пôлсан: сăмахпа каласа хăртать вит, теççĕ. Т. Григорьева. Ырă çын çынна хăртмасть, усал çын çынна хăртать, теççĕ. СПВВ. Сăмахпа хăртать. Альш. Мĕн-мĕн кала-кала хăртмаççĕ, мĕн-мĕн кала-кала питлемеççĕ.

хăртнă

чищоба. Панклеи. Çав хăртнă хĕрипах çол пырать. СПВВ. Сĕм вăрмана хăртнă турăм, утма çул пули тесе. ЧП. Хăртнă урлă каçрăмăр. Б. Олг. Вăрмана кăкласа тăксан, хăртнă полать. N. Урпа тума хăртнă çук, хăртнă тума шĕшкĕ çук. Нюш-к. Хăртнă тĕпле = корчевать. Яргуньк. Пĕрре упапа çын хăртнă хăртса çарăк акнă. Чотай. Хăртнă хăртрăм хăрмарĕ, çĕртме çĕртрĕм çĕрмерĕ. N. Халĕ ĕнтĕ ăна пĕтĕмпех пĕтереççĕ пулĕ, хăртаççĕ те, хăртнă тăваççĕ. Поляна. Шибач., Шорк. Панклеи. Матьпи Онтри хăртни. Мăн хăртнă. Йĕтĕн акнă хăртнă. Тăватă капан хăртни. Вуслă хăртнă. Паранкă хăртни. Качал. Кайсан-кайсан пĕр хăртнă тухрĕ, тет. Çав хăртнăра пĕр пӳрт ларать, тет. Шибач. Çитрĕç вара вăрмана вăлсам пĕр хăртна. Ала 6. Вăрманта пĕр хăртнă пулнă, тет. Вăлсем хăртна выртрĕç тет çывăрма.

хăра

бояться, пугаться, страшиться. Якейк. А! хăрарăн-и? Ага! испугался? ГФФ. † Çак çырма орлă каçмăттăм та, çĕлентенех хăратăп. Эп çĕлентен хăрамастăп та, Петĕртенех хăратăп. Не перешел бы я через этот овраг, да боюсь змеи. Собственно, змеи-то я не боюсь, а боюсь Петра. ГФФ. † Хора калпакран хăраса ăсторовă тумасăр ан иртĕр. Не пугайтесь черной шапки, не проходите мимо, не поздоровавшись. А.-п. й. 7. Кушакран хăраса упи йăваç тăрне улăхса ларнă. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем. Ib. 24. Кăмака çине тахăшĕ улăхса выртнă та, пӳрте кĕме хăратăп, тесе калать, тет, кайăкĕ. Ib. 41. Юрĕ, тилĕ тус, хăрасах килет пулсан, атя хам хыççăн,— тет ула-такка. Ib. 42. Эсир мĕнле килтĕр: хăраса-и хăрамасăр-и? — тет. N. Вăт ухмахсем, кăшт шăхăрсанах хăраса ӳкеççĕ (сильно пугаются). А.-п. й. 59. Санран хам та хăратăп та, ачам пушшех хăраса кайĕ,— тет пукани. Ib. 90. Юрĕ. Ĕçрен хăрамăп. N. Мулкачи курсан хăраса кайса тарса кĕчĕ вăрмана. N. Çуннине çисен упаран хăрамасть, тет. Хора-к. Хăрама вĕреннĕ йытă виç кон малтан вĕрнĕ, тет. Регули 834. Вăл çавăнпа хăрарĕ, тĕттĕм полнăран. Ib. З. Эп хăратăп калама. Ib. 684. Хăрамалли вăрман çок конта. Ib. 685. Хăрамалли çын çок конта пирĕн. Ib. 705. Вăл çынтан хăрамăлла. Ib. 1404. Вăл питĕ хытă хăраса чĕтĕресе тăчĕ. N. Манăн халăхран хăрамалăх çук мĕн, тесе шухăшла пуçланă. N. Çапла вăл хăрамасăр-тумасăр пурăннă. Юрк. Килте хăраса-туса ан тăрăр. Ала 94°. Хайхи арăм тата ыйтнă вĕсенчен: „Апла хăрассăр пур, мĕншĕн тата ачăр çинчен кĕпине-йĕмне те хывса илтĕр“,— тенĕ. Сбор. по мед. Унтан хăрасах та хăрамалла çав. Шурăм-п. Мĕскĕн Иванĕ çĕрĕк шалт хăраса пĕтнĕ. СПВВ. Хăрас-тăвас пулсан. Кан. Малтан лашапа каçма та хăрамаллаччĕ. Прежде и ездить (по мосту) было опасно. Ib. Халĕ каçса çӳреме хăрамалли çук. Ib. Хам тытса усрама хăрарах патăм-çке. Ib. Пĕр çынсем çеç вĕсен пӳрчĕ ларнă вырăнтан хăра-хăра иртеççĕ. N. Чун пит хăратчĕ, тет, ТХКА 113. Йысна, эс ишме пĕлен, сан хăрас çук. Ib. 114. Атăл, Çавал, Кĕтне, Сĕве шывĕ пулсан, шыва кĕме хăрас çук. N. Хăраса тăманçи пулĕ ву. Курм. Хăра-хăрах эпĕ хут вĕренме карăм. Ачач 22. Пысăклансан мĕн пулĕ... Аçунтанах хăрамăпăр ун чух. Ib. 109. Ун майăн вара Санккапала тепĕр хĕрача та вилес пек хăраса янă. Шорк. Вал мана тем те пĕр каласа пĕтерчĕ те тухса карĕ, эпĕ хăра юлтăм, нимĕн тума та пĕлместĕп. Насказал он всякой всячины и ушел, я же пришел в ужас и ничего не могу предпринять, ничего не успел спросить (недоумение, растерянность по поводу неожиданности). Оп. ис. ч. II. Вăл, çынсем килеççĕ тенине илтсессĕн, хăра юлнă. Когда он услыхал о том, что идут люди, на него нашел страх. N. † Çак поçнелле ухаплă, эпир ухапран хăрас çук. Собр. † Туратлă йăвăç касас, терĕм, иртессинчен хăрарăм. Капк. Мĕнле ача пулать вăл, хăрама пĕлмест.

хăрани

трусость, испуг, боязнь. А.-п. й. 8. Мулкачĕ хăранипе çапă айĕнчех вилсе кайрĕ, тет. Ib. 22. Кашкăр хăранипе чĕтресе, шывалла пĕшкĕнсе пăхать. Никит. Анчах Макçăмран хăрани пур, пит выйлă акăш-макăш. А.-п. й. 70. Пуян арăмĕ хăранипе пĕр вырăнтах хытса тăрать. Ib. 70. Унччен те пулмасть, кашкăр хăранипе тара парать вăрманалла.

хăрах

(хы̆рах, хŏрах), один из двух. N. Шывне ĕçтернĕ чухне çĕнçын кăмака умне кайса тăрать те, çав шыва ĕçтерсе пĕтеричченех çĕнçынни кăмака умĕнче хăрах чăркуççи çинче ларать. КВИ. Этем укçа хутаçне хăрах алăпа йăтнă. А.-п. й. 54. Карчăкĕ кĕлетрен пĕр хăрах ывăç çăнăх илсе кĕчĕ те, сĕтпе-çупа çăрса, старикне валли пĕр пĕчĕк йăва пĕçерчĕ. Ib. 96. Ав, куратна, çулпала хăрах турта, пар лаша пырать тусан тустарса. Янтик. Якур хăрах уран (на одной ножке) сиксе тухрĕ ку çур пилĕк тăрăшне. Сред. Ют. Хăрах айккăн ôрам, односторонка. Говорят, если на одной стороне улицы нет домов. Якейк. Хăрах витрине çырмаялла йăвантарса ятăм та, вăл чăнкăр-чанкăр туса йăванса анчĕ. N. Хăрах хул хушшине çĕлĕк хĕстерсе. N. Хăрах алăкне кăларса кайнă. N. Çав вăхăтра пĕр майра картлă кĕвентепе, хăрах аллине пуртă тытса, çав вакка шыв ăсма пынă. Регули 926. Хăрах атă анчах топрăм. Букв. 1886. Атте мана çапла çыхса хунăшăн çиленнĕ. „Вĕтсе хăварам, унта пыриччен хăрах çăпата кантри явсан та, хăна усă пулĕ“,— терĕ. КС. Хăрах çăмарталлă ăйăр, нутрец, нутряк (одно яйцо спрятано в животе). СТИК. Хăрах чĕчĕллĕ ĕнене сумалла мар-и? Шурăм-п. Хăрах туналлă шăрăшлă хура (арăмути), Чăв.-к. Акка кăш тьыхаран хăрах хĕрнерех кайса тăнăччĕ. || Нечетный. N. Кучченеçсене те хăрах илсе пыраççĕ, пĕр йăвачă анчах нумай илсе пыраççĕ, ăна ача нумай пултăр тесе нумай илсе пыраççĕ. || Единица. Арзад. 1908, 36. Хăрах 9 пĕр 5 миçе пулать? Ib. 1908, 36. Икĕ тăххăртан икĕ мăшăр та хăрах кăларсан миçе пулать? || Одно ведро из пары. N. † Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. || Счет ниток (количество). Чутеево. Пĕр сум хăрах.

хăрах яран

мера земли. Магн. М. 44. СПВВ. По обьяснению Петра Никифорова, хăрах йăран употреб. около села Бичурина в смысле щеревельник = З60 кв. саж. Урмай. Ана = 1000 кв. саж., хăрах йăран = половина ана, çур ана. Питушк. Ана — пĕр авăнлăх, хăрах йăран (ползагона) — çор авăнлăх. Ib. Хăрах йăран анан çурри, пилĕк чалăш (ана — 10 чалăш). Ярмушка. Хăрах йăран = 1/2 десят. Ib. Виç хăрах йăран = 1/2 десят. Б. Крышки. Хăрах йăран, половина çурпилĕк. N. З çын исе тохрăмăр, хăрах йăран тытрăмăр.

хăраххăмăр

подобный нам. Толст. Пирĕн хăраххăмăр аттенĕн ĕлĕк пĕр мăнтар кĕсре пурччĕ. СТИК. Вăл та пирĕн хăраххăмăр кăмака çинчен анаймасть пуль çав (рассуждают две старушки о другой, подобной им).

хăрнтлаттар

выпалить из ружья. Кан. Хĕрсем пухăнса ларнă çĕре пырать те, пăшалĕпе пĕр-пĕр хĕре тĕлленĕ пек туса çӳлелле хăрнтлаттарса ярать.

хăрт

(хы̆рт, хŏрт), назв. инструмента. Юрк. Кудемер. Альш. Хăрт, секира. Нюш-к. Хăрт, сабля, шпага старинная. Ib. Пуянкассисем. Вестĕр ятлă çын, хăртнă тĕпленĕ чух шĕшкĕ тĕпĕнчен шашкă пекки тупнă. Çавна тупнă чух унта пирĕн ялсем пĕр çын пулнă çынсем: мĕн-ши ку? — тесе ыйтсан, пĕр ват çын: ĕлĕк хăрт тетчĕç куна,— терĕ тет. Хăрт текенни шашкă пек, терĕ пирĕн ялсем.

хăртăк-хартăк

плохо сработанные деревянные вещи. СТИК. Мĕн çак хăртăк-хартăксене пурте тултаран! || Старый, ветхий. Сред. Юм. Хăртăк-хартăк аттипе аптăранă паян, пĕрмай сотас тесе çĕклесе çӳрет. Ib. Пĕр хăртăк-хартăк кив атă вилли тăхăнса янă.

хăрхăм

рабыня. К.-Кушки, Череп. Ст. Чек. Хĕрне ăсатма пĕр хăрхăм парса ярат. || N. Хăрхăм, негодяй. Ст. Чет. Хăрхăм — улталаса çӳрекен. || Имя женщ.

хăс

(хы̆с), изрыгать. Пшкрт. Ала 14. Пулли (рыба) вара çӳресессĕн-çӳресессĕн, ăна пĕр çыр хĕрине хăсса пăрахса хăварнă, тет. N. Кайран, пăртак тăрсан, хăсрăм. N. Паçăр манăн кăмăл пăтранчĕ те, эпĕ хăсса кăлартăм. О сохр. здор. Ун пек чирпе асапланакан ача пĕр ӳсĕрме тăрсан, кайран яланах хăсса ярать. Т. VI. 60. Унта вара тӳсекенни тӳсет, тӳсейменни тухса хăсса ярат.

хăçан

когда. ГФФ. † Тал-тал, тал-пиçен, хăçан ĕне çини пур. Поли-полми яшсене хăçан хĕрсем йоратни пур. Когда бывало, чтобы корова ела татарник? Когда бывало, чтоб девицы любили плохих парней? Кан. Укçа пур чух парас-ха, хăçан пулсан та парасах пулать. Юрк. Хăçан мĕн тумалла? N. † Çӳлĕ тусем çинче пĕр хурăн, хăçан пулайĕ-ши çĕр хурăн. Тăванăмсем тантăшсем, эпĕр кунтан уйрăлсан, хăçан пулăпăр-ши пĕр çĕре. СТИК. Ее, Петĕр мар-и вара ку? Хăçан курман ĕнтĕ сана. Мĕнле пурăнкалан? СРОВ 9. Иван ĕлĕкхи пекех пĕр чарăнмасăр ĕçнĕ. Вера — вăл хăçан та нумай ĕçме пăрахса тӳрленессе шанман.

хăт

то же, что хут, раз. Регули 348. Кирек те минче хăт кайнă полтăр, сан мĕн ĕç. || Счет (число). Ст. Яха-к. Катарччи чупакан ачасем урамра хăчĕ те çук: урамăн пĕр вĕçĕнчен пуçласа урам пĕтнĕ çĕртенех. Питушк. Укçа хăчĕ те çук, тет, юманта укçа, тет.

хăт-им

счет, число (многое множество). См. им-сум. Синерь. Карĕ, тит, Кукша, çитрĕ, тит, юман кутне. Тăрать, тит, кашкăр хăчĕ-имĕ çук, тит. Кукша пĕр кашкăр çине утланчĕ, тит, юманне тытрĕ, тит те, киле сиккипе килчĕ тит.

хăт

красота. Ядр. Хăт = нĕр. Кильд. Пуçăм çинче сарă тутăр, пуçăм хăтне вăл кӳрет. Шурăм-п. Урам хăчĕ килчĕ. Халĕ ĕнтĕ выльăх та, çын та урамра пур. На улице нет прежней пустоты. Сред. Юм. Ху хăтна ху ярса çӳрен çав, темĕнскерле тôмтир тăхăнса. Могонин. Хăт мĕн-ши вăл? Ак мĕн вăл. Если арлă-арăмлă çын лайăх пурнать-тĕк, хăтлă пурнать теççĕ. Если арĕм вилет, упăшки юлать, вара вăл пӳртре хăт çук теççĕ. Мĕншĕн-ха вăл? Мĕншĕн тесен вăл пӳртре тискер пурăнма, лайăх мар, çакна калаççĕ хăт тесе. Якейк., Хора-к. † Пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. В. Олг. Эпĕр тоя каймасан, тойă хачĕ килес çок. Ой-к. Уя тухсан уй хăтне пар, анкартне кĕрсен анкарти хăтне пар, киле кĕрсен кил хăтне пар. Пшкрт. † Кирех те пӳрчĕ пысăк пултăр, ултантăш çук-тăк, хăчĕ çук.

хăтăл

избавиться, спастись. Регули. 816. Вăл шу орлă каçнăпа (каçса) анчах хăтăлчĕ. N. Пĕр эпĕ анчах хăтăлса юлтăм. М. Сунчел. Муртан хăтăлса юлас тесе, пилеш йăвăççисене çурса ун витĕр тухатчĕçĕ. А.-п. й. 55. Чӳречерен сикрĕм те, вĕлтех тарса хăтăлтăм. Ib. 23. Çапла икĕ така кăвак кашкăрпа хăмăр упаран хăтăлнă. Бес. чув. З. Микулай эрех ĕçмен çын пулнă, халĕ те вăл кулса хăтăлчĕ: „Çук, çур путылкапах хăтăлаймăр, пĕрнех те лартăр-ха“,— терĕ. А.-п. й. 49. Вăл аран-аран юман юппинчен хăтăлса тухрĕ, тет. Он кое-как вырвался из западни. Капк. Эй, инкесем, аппасем, хĕрсем, хутла вĕренме тытăнар, унсăрăн эпир тĕттĕмлĕхрен хăтăлма пултараймастпăр. || Уйти целым. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан, хăтăлаймĕ тилĕ пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет там, не уйти целой. Толст. Хирпе пынă чух вăл хăтăлса-хăтăлса пыратчĕ, тет (олень). || Выздороветь. N. Папай сымар, питĕ начар (плох), те хăтăлать?

хăтăрт

то же, что хĕтĕрт, подговаривать. Бес. чув. З. Пĕр тутар, хăйĕн те ĕçес килнĕрен, юлташĕсене эрех илме хăтăрта пуçларĕ.

хăтлантар

понуд. ф. от гл. хăтлан. Сборн. по мед. Юмăçсем нимĕн те пĕлмеççĕ, çынсене анчах улталаççĕ, вĕсем темĕн те пĕр хăтлантарса пĕтереççĕ.

хăш вăхăтарах

приблизительно когда. Хăшпăр, иной, некоторый, какой-нибудь, кто-либо. N. Хăшпĕр йышши. Кан. Унта черет тăрсах каяççĕ вара хăш-пĕр кунсем. Чт. по пчел. 17. Хăшпĕр вĕрентекенсем. N. Вăт, пăх ĕнтĕ, хăшпĕр чух хатĕрлесе ĕлкĕрмелле мар вĕт. Хăш то пулин, который-нибудь. Орау. Хăшне те пулин мана парса яр. Ib. Хăш кĕнекине те пулин.

хăш то посан

который-нибудь. N. Пĕр кон пĕр писма, тепĕр кон тепĕр писма ярăп; виç кон омлă-хыçлă ярсан, хăш те посан çитет.

хăшă та полин

(хы̆жы̆ да болин), который. Пшкрт. Хăшĕ, который. А.-п. й. 84. Хăнисем хăшĕ чӳречерен, хăшĕ алăкран ĕппĕн-теппĕн туха-туха тараççĕ, тет. Регули 959. Хăшĕ тăвасшăн, хăшĕ тăвасшăн мар. Ib. 960. Хăшĕ килчĕ, хăшĕ килиман. Ib. 785. Хăшĕ хĕрĕнче ларать кимĕ, çав ман. Ib. 782. Хăшĕ çын ĕнер пире хирĕç полчĕ, çав çын хот исе килчĕ. Альш. Ниçтан хăшĕ хăшийĕнне пĕлме çук, тет. Который которому принадлежит, никак нельзя узнать. Хăшĕ-пĕри, иной, некоторый, какой-нибудь, кто либо. N. Хăшĕ-пĕрисем мĕн пурĕ пĕр-икĕ эрне тырă выраççĕ. Ашше-амăшĕ. Кума тĕрĕс те калат çав, тие пуçланă хăнисем хушшинчен хăшĕ-пĕри. Чт. по пчел. № 17. Хăшĕ-пĕри шурналсем кăлараççĕ. Мусир. Йĕри-тавра сар чечек, хăшне-пĕрне татам-ши? N. Çемйисем хăшин-пĕрин ытла та пысăк. Хашĕ-хăшĕ, некоторый, иной. Ск. и пред. чув. 41. Хăшĕ-хăшин укçа, вăрман илме мар, хĕлле çăнăх илме те çук. Регули 1000. Хăшĕ-хăшĕ килчĕç, хăшĕ-хăшĕ килмерĕç. Ib. 658. Çынсам хăшĕ-хăшĕ кайрĕç онта. Оп. ис. ч. II. Хăшĕ-хăшĕ чупсан-чупсан, лашисене ывăнтарса килне кĕрсе тăвараççĕ те, ытти ачасем катаччи чупнине курма урама тухса тăраççĕ. Некоторые из них покатаются, покатаются и потом, когда у них устанут дошади, приедут домой, распрягут их и пойдут (вышедши станут) на улицу посмотреть, как катаются прочие ребята. N. Вĕсенĕн хăшинĕн-хăшинĕн асаплантарса суранлантарнă суранĕсем те палăрсах тăнă.

хăшка

(хы̆шка), тереть, скоблить. N. Унăн мăйне тытса хăшка-ха! Натри-ка ему шею! N. Çавана хăшкаçпа хăшкаççĕ (подтачивают лопаткой). ЧС. Хĕракинче вут чĕртнĕ чух ытти çĕрте чĕртнĕ пек сĕпичкĕпе чĕртмеççĕ, икĕ юман йăвăçне хăшкаса вут кăлараççĕ те, çав вутпа пăтă пĕçереççĕ. Сред. Юм. Пĕр начар пăчкă илсе килнĕ те, йôмана хăшкарĕç, хăшкарĕç, такки татаймарĕç.

хăшкăлти

человек, который тяжело дышит (больной). КС. Кăккăрсăр çынна хăшкăлти тиççĕ. Ib. Уи пĕр хăшкăлти карчăкки пур. Ib. Çав çыннăн хăшкăлти ывăлĕ пур, аран сывлать.

куракла

по-грачиному, как грач. Трхбл. Пур чухне путенеле, çук чухне куракла. || Назв. игры. Сред. Юм. Куракла выляс. Пĕчик ачасем пурте пĕр-пĕринчен тытăнаççĕ, пĕри хурчăки полать те, вĕсĕне: çиетĕп, тесе, хуса çӳрет.

курăс

корăс (-ры̆с), мочало. Слакбаш. Курăс — несодранное мочало (на лубе). Ib. Курăс пулнă. Липовый луб, лежащий в воде, уже готов, может быть употреблен для дранья мочала. Юмансар. Курăс — мочало, которое еще не поступило в производство (см. мунчала). Ib. Курăс касма каятпăр. Мы идем рубить (липу) на мочало. Ib. Курăс хут, мочить мочало. Ib. Курăс сĕветпĕр. Ib. Курăс леçме каятпăр. Мы едем (отправляемся) с мочалом. См. Paas. П. Якейк. Эсĕр корăс кăларма хăнча каяттăр? Ib. Эпĕр кăçал корăс çĕр алă пăт кăлартăмăр. Ib. Порнаççĕ çав, килĕнче мочалалăх корăс çок! (мочала — сĕтел, пӳрт орай, сак çумалли, корăсран тунă япала). Календ. 1910. Хăмла-çырли хуллисем çĕре ан ӳкчĕр тесен, вĕсенĕн йăранĕ тăрăх ик енчен те пĕр аршăн çӳллĕш пăралуксем çумне курăспа çыхма та юрать. Пус. Пĕри тула тухать, тет те, такана (барана) тытса, урисене курăспа çыхать, тет. N. † Курăс, курăс кут сыппи тенкел ури айĕнче. N. Кĕçĕн ывăлне каларĕ, тет: акă манăн кĕлетре пĕр курăс мунчала пурччĕ, сана çав пехил (завещаю тебе), тесе каларĕ, тет. N. Корăс ачи Елена (девочка, которая раздирает на полосы мочало?). Шорк. Корăс татăк ('), кусок мочала. Ib. Корăс — мочало, из которого еще ничего не сделано, иногда зовут его и „мочала". Ib. „Мочала" обыкновенно = мочалка (для вытирания). Мочала — сак шăлмалли; корăс — длинное мочало, на рогожи. КС. Курăс — длинное мочало. Кон. 1929, №98. Тата Якур Мĕтрийĕ иртнĕ хĕлре Каврила Уçăпне курăс чĕртерсе усрарĕ.

курка

корка (-га), ковш. N. Шывне ĕçесси килнĕ унăн, шывĕн курки тĕпелте сак çинче ларнă. БАБ. Хуçа янă ятлă курка! çитни пур, çитменни пур — çак курка çитертĕр. Пĕлни пур, пĕлменни пур — çак курка пĕлтертĕр. (Из молитвы в „чӳклеме"). Сред. Юм. Кил хуçи ĕçкĕре еретпе ĕçтерсе пынă чохне, кăшне (=хăшне) те полин, корка памасăр, сиктерсе хăварсан, çав кил хуçин сиен (несчастье) полать, тет. Ib. Ĕçкĕре еретпе ĕçтерсе пынă чохне кăшне те полса астумасăр ĕçтермесĕр хăварсан, çав ĕçмесĕр йолнă çын пит çиленет. Ib. Коркипе пар та, аврипе тĕрт! (Ĕçкĕ-çикĕре ĕçтерессе ĕçтереп те, сăмахпа намăслантарап тени). ПВЧ. 99. Яр коркине йĕркерен! Подноси по порядку. || Чайная чашка (а блюдечко — чашкă). К.-Кушки. Пухтел. Курка — чайная чашка („стаккан" — стакан). Образцы 99. Курка лартса, сахăр тытни, шур явлăкли — пирĕн вăл. Хурамал. Пĕр курка чей, чашка чаю. ЧП. Шур чей куркипелен шыв ĕçрĕм. Янш-Норв. † Стаккан курка, ылттăн тĕп, ĕçмесĕрех курăнинччĕ. || Сыпка (на мельнице). Мочеи. Якейк. Коркая пĕрнерен тырă йохать; коркаран тырă чола анать. Ib. Корка хăпартмалли кантра. Пĕчĕкреххĕн авăртас полсан, хăпартаççĕ; пусăкраххăн авăртас полсан, антараççĕ. Качал. Курка — ковшик под „пĕрне". Ib. Курка кантри, патакки (на мельнице). Чутеево. Курка (висит под ящиком, на мельнице). См. ешчĕк. Ходар., Торх. Курка — ковш, из которого сыплется жито. Мочеи. Курка пăяв(ĕ) — веревка, управляющая сыпкой (на мельнице).

Турă амăшĕ курки

назв. моленья (совершается одновременно с чӳклеме). Ходар. Турă амăшĕ куркине ак çапла тăваççĕ. Пăтă тиркине тытни пĕр курка сăра илет те, кĕрекене тăрса, тĕпелте ларакансене калать: хурăн-шуркассисем! хуçа калать: ятлă курка ярас, тет, пуççапса, тав туса ĕçмелле, алă тытса, чуп туса уйăрăлмалла. Юрать-и? тет. Лешсем: юрать, юрать! теççĕ. Унтан алăк патĕнче ларакансене калать: алăк патĕнчи алпассем! хуçа калать: ятлă курка ярас, тет, пуççапса тав туса ĕçмелле, алă тытса, чуп туса уйăрăлмалла. Юрать-и? тет. Çыннĕсем: юрать, юрать, теççĕ. Тав сире эппин! тет те, сăрине ĕçсе ярать. Унтан çав куркана хуçине тултарса тыттарса лартать те, хăй ӳксе пуççапать. Хуçи: тав сана, тет те, сăрине ĕçет. Пуççапаканĕ тăрать те, курки çине сăра тултарса, хăй илсе ĕçет. Унтан каллех хуçине парать. Хуçи куркана арăмне парать те, арăмне пуççапать; арăмĕ упăшкине пуççапать. Çапла вара кил хуçипе арăмĕ хире-хирĕç пуççапса чуптусан, арăмĕ куркана пĕр çынна тав туса тыттарать, ăна ӳксе пуççапать. Çыннĕ хăй çумĕнче лараканне тав туса ĕçет. Хай хуçа арăмĕ пуççапса тăрать те, леш çыннĕпе алă тытса чуптăваççĕ. Çав курка çине каллех сăра тултарать те, хай çын, хăй тав тунă çынна куркана тыттарса лартса, ăна пуççапать. Леш тата хăй çумĕнче ларакана тав туса ĕçет. Пуççапаканнĕ (так!) тăрать те, хăй пуççапнă çынпа алă тытса чуптăваççĕ. Вăл çыннĕ хăй тав тунине пуççапать. Курка тытни çумăнчине тав туса ĕçет. Çапла вара йĕркипе, çын пĕтичченех, тав туса ĕçсе пуççапаççĕ. Пурте ĕçсе пуççапса тухсан, куркине пăтă тиркине тытса чӳкленнĕ çынна кайса параççĕ. Вăл вара татах пĕр курка сăра тултарса илет те, кĕрекене тăрса, тĕпелте ларакансене калать: хуран-шуркассисем! сире пурне те ятлă курка тиври? Кама тимен, хам пата килĕр, алăра курка пур! тет. Çыннĕсем: тиврĕ, тиврĕ! теççĕ. Унтан алăк патĕнчисене калать: алăк патĕнчи алпассем! сире пурне те ятлă курка тиври? Кама тивмен, хам пата килĕр, алăра курка пур! тет. Лешсем: тиврĕ, тиврĕ! теççĕ. Тав сире эппин, тет те, сăрине шалт хурать. Çапла пĕтерсен, пăртак сăра ĕçкелесе лараççĕ те, пурте саланаççĕ вара.

курланкă

(курлангы̆), кисть шишек хмеля, гранка (орехов). Имен. Хăмла курланки, мăйăр курланки. Шорк. Корланкă (мăйăр корланки). Чертаг. Корланкă (мăйăрăн). Шибач. Мырă корланки; мырă корланкăра çитĕнет. ЧП. Пĕр курланкă мăйăр. Хорачка: мыры̆ корлаҥги (5 и 10 мыры̆ пэ̆р корлаҥгы̆ра), гранка. Ядр. Курланкисем веç хăрăк. Ib. Мăйрисем тăкăнса пĕтнĕ, курланкисем анчах юлнă. || См. карланкă. || КС. (Huius signi loco reponenda est v., quae sign. c) курланки, convicium est.

курпун

корпун, корпон (курбун, корбун, Пшкрт: корβун), горбатый; горбун. ТММ. Курпун вырăс йĕр йĕрлет. (çăпата тирни). N. Курпун сысна йĕр йĕрлет. (Шĕшлĕ). IТТ. Курпун старик, горбатый старик. Ходар. Куç ӳкнĕ таврашне пит лайăх пĕлекен пĕр курпун карчăк. Кан. Никамăн та курпун пулас килмест вĕт. ЙФН. Çӳрен курпун лашамччĕ. || Горб. Сред. Юм. Корпон, сгорбленный; горб сгорбленного человека. Ал. цв. Малта та, хыçалта та тĕве çурăмĕ пек икĕ пысăк курпун (у него). Ала 11. Хăйĕн вырăнĕ çинчен тăчĕ, тет те, хуçа арăмĕ патнелле каллех курпуна кăларса уттăрĕ, тет. Тораево. † Шăпашкар хуçи марисем те, тухаççĕ те утаççĕ, Пирăн чăваш маткисем курпуна кăларса ĕçлеççĕ, çавах тутлă çимаççĕ. || О бревне. N. Курпун майпе çавăрса хур. Поверни (бревно) горбом вверх.

курттăм

(куртты̆м), гуртом, оптом. Якейк. Курттăм тесе, нумай япалайа пĕр-трук сотнине е илнине калаççĕ. Ib. Эпĕр паломми (яблоки) курттăм илтĕмĕр те, пире сат хуçи малтан итнĕ хакăнчен каярах пачĕ (продал с уступкой). N. Курттăмпе, гуртом.

куршанак

(куржанак), то же, что куршанкă. Изамб. Т., И. Карм. Альш. † Анкарти хыçĕнче виç куршанак, çунтараççĕ ăна вутпалан. N. Куршанак ертсе килнĕ. Пришел (весь) в репьях. || Гранка. Янш.-Норв. † Пыраттăм, пыраттăм эпĕ çулпа.ла, пĕр куршанак мăйăр тĕл пултăм.

Куршанкă

назв. селения, Коршанги-Шигали, б. Шемурш. в., Буинского у. || Назв. леса. Персирл. Тата пирĕн икĕ вăрман пĕр çĕртех, пĕрне Хыса теççĕ, тепĕрне Куршанкă теççĕ.

кус

кос (кус, кос), катиться. N. Пăрçа пĕрчи кусса пырать. Горошина катится. ЧП. Пăрçи тула пуçласассăн, тăрни кусса пырать-çке. Ск. и пред. 91. Тăшман чĕри лăпланĕ хĕвел кусса тухиччен. Якейк. Тырри сара та, ани косать анчах (жнется быстро). Ск. и пред. 73. Михетерĕн килĕнче сăра пичĕки кусать, ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать. К.-Кушки. Урапа кусат. Б. Куссан-куссан, урапа та такăнать. Çутт. 133. Е пĕрмай кусса урапа хĕрсе çитет, вут тивсе каять. || Идти, бежать. В Пшкрт. — просто в смысле чуп. N. Мана пичче: кус киле, тĕрĕ. Тюрл. Кус-ха, çанта кайса кил-ха! — Йытă пăх (п̚о̆х') ту-ха! Ступай-ка, сходи туда! — Пойду, чорта с два! СПВВ. ПВ. Кус! = беги! — Кускалаçа çӳрет, кусать — урапа, насекомое. Такмак. Çӳлĕн-вĕçен, çĕрĕн-кусан, пурте пырăр туй курма! Якейк. Кос-ха, пăру кайса илсе кил-ха. Ib. Лешеккине (на ту сторону, напр. оврага) косса кайса килтĕм. Ib. Эс паян пасара косса кайса косса кил (сбегай); эс килсенех, авăн сарăпăр. N. Утна яр та, çуран кус, теççĕ. (Послов.). Мусир. † Ай тантăшçăм, тантăшçăм! Ир те кусса пыраттăн, каç та кусса пыраттăн. N. Кусăр каллех, хăвалăр (догоняйте). N. Кусăр (ступайте), пĕри-пĕри кайса илсе килĕр çав шăллăра. Ск. и пред. 19. Ак мĕлкесем кусаççĕ, Кăвакал шурĕ енчен сиккипеле каяççĕ. Альш. Кус-ха, ывăлăм, мачча çине улăхса, çарăка пăхса кил. N. Кус-ха, кайса пĕр ĕнине пус-ха. N. Кус, кала. Ступай, скажи. БАБ. Кусăр пĕрех хут хăр вырăнăрсене; хăçан çуртăрсене ише-ише антариччен пурăнăр, унтан вара хуть те ăçта кайăр, манăн ĕç çук. || Жировать (гулять в лесу). || Обгуляться, случиться. Б. Олг. Ĕне перĕн косрĕ. Срв. анат.-тур. косӳ, коснӳ (у Сами-бея).

куса-тăран

(куза-т̚ы̆ран), бегающий. Юрк. † Хура вăрман хĕррине капкăн хутăм юри куса-тăран тилĕшĕн. || Колесо. Юрк. Ку тата çапла пĕр икĕ тапхăр çавăрса сăптăрса илсен, хытă пынă çĕртенех хыçалти куса-тăранĕ, урапи пăти çук пирки, кусса пынă çĕртенех, кăшт (вдруг) пĕр енелле тухса ӳкет (соскочило). СТИК. Куса-тăрана çыхса антăм. Я спустился (с горы), завязав колесо, чтобы затормозить его. Бугульм. †, çунисем пĕр сăрлă, ешчĕк ешĕл, куса-тăран тимĕр тукăнлă.

кусатран

то же, что куса-тăран. || Готовый (о телеге). КС. Пĕр кусатран урапа пур манăн (телега совсем готовая), тепри хатĕр мар.

кустар

костар (-тар), понуд. ф. от гл. кус, кос, катить, катать, скатить, скатывать; покатить; прикатить; пускать вскачь. N. Урай тăрăх пĕр ывçă пăрçа кустарса ятăм. Альш. † Сар ачанăн карттусне кукăр-макăр кустартăм. Богдашк. † Кĕленче çăмарта кустартăм, Чулхулана çитертĕм (докатила). || Орау. Таканапа пăрçа кустартăмăр та, пăрçа ăшалаççĕ-ха халь (жарят). Юрк. Çăкăр пĕçернĕ хыççăн пысăк кăмакана паранкăсем кустараççĕ (бросают). Пиçсен, ăна тăвар сапса çăкăрпа çиеççĕ. || Юрк. Çуртăри чустине сĕтел çине хурса сараççĕ, йĕтĕрпе кустарса (катая, рассучивая) çӳп-çӳхе тăваççĕ. N. Йĕтĕрпе тăла кустараççĕ (катают). N. çăмха кустар. Беляева. Ут (у др. утă) кустар (скатывают сено в валы). N. Урапине кустарсан, вĕçет. N. Çол орлă костарса лартса (дорогу замело снегом). N. Хальхинче вырăс пупа тата чăнкăрах çĕртен (с еще более крутого места) кустарса антарса панă (скатил). Якейк. Сасартăк хватлă çил тоххĕр те, çынсене лаши-орапи-мĕнĕпех, кăстăрмач пак костарса, çавăрса исе карĕ. || О быстрой езде. Макка 189. Унтан вара, вилнĕ çыннине пытарсан, пит хытă кустарса таврăнаççĕ (во весь опор). Истор. 112. Ăна хирĕç юланутпа кустарса кайнă (покатили верхом). Ст. Чек. Çын килелле кайсанах, вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса, кустарса çӳренĕ, тет. N. Эпир пит хытă кустарса килтĕмĕр (выртмаран). Бел. Гора. † Вылятрăмăр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр (лошадей). N. Унччен те пулман (вдруг), Иван шăнкăравпа пачăшкă умне кустарса пынă. Толст. Ачасем çавăрăнса пăхнă та, кустарса пыракан кайăкçа (охотника) курнă. Ib. Тутарсем те ăна курнă та, ун патнелле кустара пуçланă. Б. Яныши. Пусăкраххисем учĕсене тытрĕç те, килелле кустара пуçларăмăр. БАБ. Ăçта каяссине хамăр та пĕлместпĕр терĕçĕ, тет те, пурте, павуска ăшне ларса, кустара пачĕçĕ, тет. || Быстро жать хлеб? Якейк. Ку пĕчĕк аная костарса анчах кайăпăр вăт. Ib. Тырри шуламлă та, костарса анчах карăмăр. || Выкладывать чем, vestire. М. Тув. † Пирĕн Тумккă хула пек: тулне тутăр çаптарнă, ăшне ылтăн кустарнă, çулне чукун сартарнă. Н. Лебеж. † Виççĕмĕш вĕретĕм сăрине, хĕрĕх хăлаç нӳхрепне, ăшне шăвăç кустарнă, пичĕкесĕр янă, тет. N. † Вырăсла та çӳçме эп кастартăм, йĕри-тавра ука кустартăм. N. † Йĕс турапа пусса турарăм, çинчен шăрчăк ук(а)сем кустартăм. Янтик. Чăпăрккана малтан ик кантраран яваççĕ, унтан вара ун çинчен тата тепĕр кантра явса пыраççĕ; çав виççĕмĕш кантрана явнине „кустарса явас" теççĕ. || Выпроводить. КАЯ. Унтан мана хуралăç, ват мучи, хултан тытса: мĕлле çак Макçăм ывăль-хĕр кирек ăçта çитнĕ, унта çапкаланса çӳреç-ши! Халь урнă йăтă Тюмине тулланă, тет-ха, тата туллаттарас килет-и-мĕн кĕсен? тесе, кустарса ячĕ (выпроводил). || Scortari. Альш. Кустарат вăл ( = чупат). Она распутничает. || Случать. Янтик. Иван кĕсрине кустарма (чуптарма) кайнă. Ст. Чек. Кустарнă. Случили (корову и пр.) || Соблазнить. Абыз. † Астартăм та кустартăм, кусар вĕçне хыптартăм. Байгул. † Илĕртрĕмĕр, кустартăмăр, хапха тулне кăлартăмăр. || Поддакивать. Собр. Усал çынпа хăй урапи çине ларса кустарас пулат (надо гладить по шерсти. КС.), теççĕ. (Послов.). СПВВ. ИФ. Кустарас — илĕртсе вăл калаçнă майпа калаçса пырас. N. Тĕрĕс, тĕрĕс, Кĕркури хăта, лайăх йĕркепе пăхса ӳстернĕ ачасем нихçан та ашшĕ-амăшĕ ирĕкĕнчен тухса çӳремĕçĕ, ашшĕ-амăшне вĕсем темĕн тĕрлĕ асла хурса пурăнĕçĕ, тесе, Кĕркури майĕ кустарса пынă хăнисем (поддакивали). || О мятели Сятра. Çол орлă костарса лартса. Дорогу замело. Ib. Çол орлă (или: çола) шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Дорогу замело, и дороги нет. || Пускать (лошадь) в галоп. Цив.

кустăрма

костăрма, колесо. Артюшк. Кустăрма: кĕпчек (ступица), шăл (спицы), тукăн (обод), йăрана (обойма обода). N. Чăкăт çине вăрăм çурта туса кустăрма пек çавăрса (спиралью) лартаççĕ. Т. Н. Загадки. Тăваттăн пĕр тăван, шăллĕсене пиччĕшĕсем çитеймеççĕ. (урапа кустăрмисем). Каша. † Кустăр-кустăр-кустăрма халь кустарса ярăпăр. || Деревянные цилиндры в сукновалках (между ними пропускается сукно). М. Тупт. || Юрк. Кустăрма [пир тĕртнĕ çĕрте]. || То же, что кăстăрмач. См. арман. М. Тупт. „Костăрма" у „хĕреç" (чтобы верх мельницы не слетал).

Куслав

(куслав), сначала насмешливое прозвище человека, а потом— назв. киремети. ЧС. Пирĕн ялта виçĕ çын пит аслă киремет тытса тăраççĕ, вĕсенчен чăн аслине Куслав кĕлли. Тав кĕлли теççĕ. Çав кĕлĕсене тытса тăракан çынне те, Куслав тесе виртлесе каланă, вара хушамачĕ тăрăх кĕллине те çаплах калана. Аслă кĕлĕсене çулталăкне тăтăшах парне кӳнĕ те, пит нумай тăкăннă. Çавăнпа пуян çынсем анчах тытса тăнă, начартарах çынсем тытса тăма вăй çитеймен. Куслав кĕлли ĕлĕктерех пит пуян та кӳмесемпе кăна çĕмĕрттерсе çӳренĕ, халĕ начарланса çитнĕ те, çара çунапа кăна тĕкĕртеттерсе çӳрет, теççĕ. Кайран кĕллине чӳклеме вăй çитеймен. Вара вăл: манăн турра çынсем те пуçапса тăччăр, тесе, пĕтĕм халăх çине сулса янă, теççĕ. Çавăнтан кайран пур çын та пуççапса пурăна пуçланă. Куславпа пĕр çын та вăрçмаççĕ. Унта пĕр-пĕр çын вăрçсан, вăл ăна хăй кĕллине сулать, теççĕ. Сана, Куслав, асăнатпăр, витĕнеппĕр ашпа, пăтăпа, пашалупа чӳклеппĕр...

куç

(кус), коç (кос), глаз. N. † Хĕп-хĕрлĕ чĕремшĕн йĕре-йĕре, икĕ улма пек куçма пĕтертĕм. N. Вилнĕ çын, вилсен куçне уçса выртать пулсан: вăл çилленчĕ пулĕ, теççĕ. N. Куçпа килчĕ. Вернулся с военной службы по причине болезни глаз (срв.: куçпа яраççĕ, куçпа выртать). N. укçан куçĕ çук. (Послов.). Сред. Юм. Паян тола тохман та, тола тохсаннах, куç кашарса каять. Ib. Куçпа пăхсан (на глаз), пĕр виç-тăват çохрăмран та ытла пик мар; кайма тăрсан, вăн çохрăм та полĕ. Ib. Куçа пĕтерсе ятăм, глаза заболели, и я никак не могу их вылечить. Ib. Куçа çисе тăрать. Режет глаза (говорят о светлых, блестящих предметах). Ib. Куçа çисе тăрать вит! (Говорят о красивом предмете, на который любо глядеть) Ib. Куçа хĕретнĕ, тесе, йĕнĕ çынна калаççĕ. Ib. Куçран тĕртсен те, корăнмас. Очень темно, хоть глаз выколи. Никит. Çĕр (ночь) тĕттĕм пулнă, куçран тĕртсен те, курăнмаçть (не видно ни зги). Альш. Куçпа çӳлелле пăх та, унтан курăн мана, тенĕ. Якейк. Çолахай куç тортсан (если бьется живчик): çын çиять, теççĕ; Сылтăм куç тортсан: çын мохтать, теççĕ. СТИК. Ватăла-киле куç вăйĕ пĕтет те, куç тĕтĕрелĕ кăтартакан пулат. [Куç темĕскерле уççăн, рас (ясно) кăтартмас]. Кильд. † Куçна хуп та, ална сул. Янтик. † Пушмак питне пит пăхăр, куçăр тухса ӳкес пек; кĕçĕр хĕрсе(не) пит пăхăр, хĕрсем тухса каяс пек. N. Акă çил-тăвăл калама çук, куçпа пăхма çук, тусан вĕçтерсе те çитрĕ. КС. Куç шăтса тухас пек ыратать (ужасно болят). Истор. Александр пыриччен, вăл хăй ушкăнĕпе Финский залив хĕрринче çĕрĕпе, пĕр куç хупмасăр, шведсем килессе сыхласа тăнă. Ск. и пред. 69. Икĕ куçĕ хуп-хура, икĕ хура шăрçа пек. Изамб. Т. Çĕр тĕттĕмленчĕ, куçăран (= куçран) тĕртсен те, курăнмасть (не видно ни зги). N. Куçне вĕçĕртмест. Не сводит глаз? Ядр. † Ах, эсрел карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе! N. Арăш-пирĕш куç ик майнелле пăхать, арăш-пирĕш пăхать. ЧП. Ăçта каян, тантăш, икĕ куç куççульсене юхтарса? N. Çапла хаш чухне куç, шăтса, хуплансах ларать, Юрк. Унта куç курĕ-халĕ (увидим) — разрешить туччĕр (только, бы разрешили издание газеты). Ib. Куç витĕр пăха пуçлат. Кан. Кĕрхи тĕттĕм каçсенче куçран тĕксен те курăнмасть (хоть глаз выколи). Орау. Кала эсĕ ăна, вăл манăн куçа ан курăнтăр (пусть он не показывается мне на глаза). Ст. Чек. Куçран кăшт айвантарах. Слабоват глазами. Орау. Куçĕсем куçлăх тăхăннăран ыратаççĕ унăн. Глаза у него болят от очков. Ib. Куç алчăрхарĕ (не разбирают). Ib. Çиса ярас ку çăмартана, куçа ан курăнтăр! (чтобы оно не мозолило глаза). Кив-Ял. Куçех вăрă. По глазам видно, что вор. Чебокс. Кори коçа корми тăвать (притворяется, что не видит). N. Куç курать те, ал çитмест. Видит око, да зуб неймет. Н. Седяк. Куç кĕçĕтсен: вăтанатăп пулĕ, теççĕ. (Примета). Ib. Куç курнине çимесен, куç суккăр пулать теççĕ. СТИК. Хăçан куçă хупăнĕ-ши? (= хăçан эс вилĕн-ши? — Ачипе тарăхса çитнĕ амăшĕ чун хавалĕпе калат). Ib. Куçĕсем чыст (чит. ц'ист) хуралса кайнă (говорят о больном, у которого около глаз образовались синие круги). Ib. Куç юнăхнă (= хĕрлĕленсе кайнă). Ib. Куç тула юлчĕ. (Говорят, когда в сумерки, входят со двора в избу; тогда глаза ничего не видят вследствие смены света тьмой). КС. Тăватă куçлă (человек в очках). В. Олг. Толта коçлă çын (лупоглазый; так и у КС.). Хорачка. Çиелте коçлă çын (то же). Ст. Чек. Хӳри куçĕ айне пулах карĕ, тет (тут же увидал). Ib. Сан ача пур-и? — Çук, хырăм ӳкрĕ (или: куçа валли пур та, алла валли çук. Говорят о выкидыше). Н. Лебеж. † Камăн кинĕ, тийĕçĕ, унăн кинĕ, тийĕçĕ, куçран вăйсăр (больна глазами), тийĕçĕ. N. Пирĕн умра, мĕн куç курнă таранчченех, çилпе хумханса выртакан аслă тинĕс пек, тырă-пулă пуссисем симĕсленсе, сарăлса выртаççĕ. Якейк. Пĕр стаккан сĕт куç пак толтарса патăм (= полнёхонек). N. Куçу пăч пултăр! Чтобы тебе ослепнуть! Ст. Шаймурз. Ача хăй куç курнă çĕре (= куда глаза глядят) кайнă. Ст. Чек. Куçĕсем сӳннĕ. Глаза не видят. (Так говорят: 1) о рассеянном человеке, когда он не видит искомого предмета: 2) о человеке, лежащем при смерти и ничего не видящем). Альш. Куçĕ сӳннĕ = куçĕ çути пĕтнĕ (вилсен). Сĕт-к. Куçĕ шăтса йохтăр! (ругань). Ал. цв. 6. Унăн тавра, куçран чиксен те, нимĕн те курăнмасть. Шибач. Апай, мана, тет, паян йоман торачĕ çапрĕ, коç кормаç, тет. N. Пĕр каска урлă икĕ алтан вăрçаççĕ. (Куçсам). Изамб. Т. † Пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шур куçăмăр атте-анне умĕнче. ЧП. Кĕрсеех те ăсăм çитмерĕ, çамрăк пуçăм юлчĕ çын куçне. Изванк. Пуп куç — нӳхреп куç, теççĕ. (Послов.). Собр. Куçа хирĕç куç, чĕлхене хирĕç чĕлхе, теççĕ. (Послов.). Якейк. † Вăрман орлă каçрăмăр, вĕрене çинчен куç каймар (все смотрели, интересовались листьями клена). Собр. † Куçкĕски пек аккана куçран кăларса ятăмăр (т. е. лишились её). || Сглаз. Т. VI. 33. Хăмăр куç, кăвак куç, чакăр куç, чалăрнă куç, йăв куç, çыр куç, чан (так!) куç, арăм куç, арçын куç, килти куç, тулти куç, ял-йыш куç, килен-каян куç, вырăс куç, тутар куç, чăваш куç те пулсан, тухса кайтăр Плаки çинчен (заклинание). ЧС. Усал куçа тавăрни (или: шăтарни — поверье, когда ставился лошадиный череп на кол в огородах от сглаза). || Ямочка для масла (в каше). Юрк. Пĕрер кашăк пăтă ăсса, куçне пуçса çийеççĕ. КС. Кашни хуран çине куç туса, виçшер кашăк çу хурать. || Глазок (у картофеля). N. Кашни çĕрулмин, пысăккин те, пĕчĕккин те, темиçе куç пулать. || Стежок (при вышивании). N. Коç хăварса тĕрленĕ (род узора). || Петля (при вязаньи, напр. чулка). Кăмак-к. Куç йолнă. Пропущена петля. || Узел (основы). Сред. Юм. Пир тĕртнĕ чохне куç ярса тĕртеççĕ («распускают одно звено»). Шевле. Коç — комнă çиппĕн пĕр йăлăмĕ. || Каждый из кварталов, на которые разделено поле. Альш. Вăл пулуссасем (полосы поля) аслă çула маййăннисем аслă çула маййăн тӳп-тӳрĕ каяççĕ, урлисем кунталла май тӳп-тӳрĕ анаççĕ. Хирте вара çапла куç-куç пулса тăрать акмалли çĕр. || Квадратная сажень. N. Теçеттини кунта, хысна хисеплекен теçеттин пекех, 2400 куç хисепленет. || Стекло (звено) в окне. Шибач. Богдашк. Пупин чӳречисене чулпала веç персе çĕмĕрсе пĕтерчĕ (разбил); вуникĕ куç шăтăк ларат халь те. Тим. † Вуникĕ куçлă шура курнитса, ял илемне çав кӳрет. || Пузырь (водяной). КС. || Ячея, macula (сети). || Ячейка (сота). || Устье? N. Çавал куçĕ. || Водяная жила. N. † Кăвак юман, шур юман сивĕ çăлăн куçĕнче. || Глубокое место (сомн.); полынья? Слеп. Атăл куç — тарăн вырăн. Ib. Атăл куçсем питĕрĕнсе лариман-ха (шăтăк полать куç пак).

куç ашĕ

caruncula inangulo oculi. Бгтр. Пĕчик ачанăн коç ашĕ полсан, вăл вилмест, теççĕ; коç ашĕ полмасан (по-русски: если глаза пустые), вилет, теççĕ. СТИК. Сурăх-ĕнен пуçне пĕçерсен, куç ашне пĕр çынна тыттараççĕ те, вăл ăна пĕтĕм çемьене пĕчĕкçĕн уйăрса парат. (Обычай).

куç ум

куç умĕ, то, что перед глазами. N. † Куç умĕ тулли тантăшсем. Собр. † Хамăр тăвансемшĕн йĕре-йĕре, икĕ куçăм умĕ хуралчĕ. Синьял. † Ыр çын куç умне курнаймарĕ, йытă куç умне курăнчĕ. АПП. † Тахçантанпах асăнса тăракан тăванăма аранах куçăм умне ӳкертĕм (т. е. мне удалось его увидать?). Ib. † Вăрмантан тухать пĕр мукач ыр çын куç умне курăнмашкăн. Чуратч. Ц. Салтак эрексене парсан: хăççан çĕр тупан? тесе, ыйтрĕ, тет. Ваçкă: тепĕр сахатран куç умне тăратăп (доставлю), тесе каларĕ, тет. Ст. Чек. Ӳстертĕм, ӳстертĕм те, куç умĕнче ĕçлеме çемье çук. N. Нумайĕшĕ халăх хушшинче: çырăва пурте вĕренни мĕне кирлĕ? тийĕç. Хута вĕренме кирли куç умĕнче (очевидно) ĕнтĕ. Альш. Пĕтĕм япала тĕрĕс тăрать, пурте куç умĕнче.

куçăн

воочию, явно. Актай. Хам коçăнах кортăм. Я видел сам, своими глазами. Кумаркино. Куçăнах кортăм. Кильд. Вилсессĕн вара, шуйттансем этемĕн чунне куçăнах курăнса тăраççĕ, тет. N. Ăшăнта çиленсе çӳреччен, куçăн (прямо, открыто) калани авантарах. Урож. год. Пăркун, ака тунă чух, эпĕ хам куçăн куртăм. Урожай. Пĕр куçлă качаки урайне вырттăр, тет те, пăхса выртать, тет, нимпе те çывăрса каймасть, тет; вара карчăк куçăнах тухса тирпейлер, тет.

куçăх

быть сглажену, изурочену. Альш. † Аттерен-аннерен пĕр ача, куçăхмасăр ӳснĕ эп. Ib. † Мĕшĕн пăхаймастăр тусăр çине, тусă куçăхасран хăратрам? ПВЧ. 107. Ямпах хĕрсем çурта пек те, хыт ан пăхăр — куçхаççĕ (те). — Куçăхма мар, куç ӳктĕр те, эпир пурăнса савнас çук (пусть не только сглазятся, а даже хоть заболеют: не нам с ними жить и радоваться). Курм. Тем ытла хытă янтăра пуçларĕ, куçăхмасан, йорĕччĕ. Что-то уж очень пошла про него слава; хорошо, кабы не сглазили. Янтик. † Хĕрсем ӳссе çитнĕ чух, сив (неприветливым?) куçăрпа ан пăхăр: хĕр куçăхать, тиеççĕ.

куç-пуç

глаза. Лицо? Сред. Юм. Куçĕ-пуçĕ тĕрĕс вит, она тăта (= тата) кам ĕçлесе памалла-ха, хăй ĕçлемесĕр! N. Манăн куç-пуç хуралса кайрĕ те, эпĕ ӳкрĕм вара. Орау. Куçне-пуçне урлă-пирлĕ вылятса анчах ларать. Глаза у него, так и бегают? Урмай. † Ай аки, сар аки! Кил, кил кунта, кил кунта, пĕр виç курка парам-ха, пре ташлатса юлам-ха, куçăм-пуçăм килентĕр. Ал. цв. 23. Хуçанăн, хут çине ӳкернĕ пек, илемлĕ, çамрăк хĕрин куçĕ-пуçĕ хуралсах каять: курса та юлаймасть ăна (его). N. Килĕшӳпе илем куç-пуçа кăмăлла, калча ешерлĕхĕ вĕсенчен ирттерет. Якейк. Йăванăн, патша çортне кĕрсен, куç-пуç саланса карĕ (он был поражен картиной необычайного великолепия). Ib. Куç-пуç корăнми тосан вĕçтерет паzн уйăра (= уйра). Сегодня в поле такая пыль стоит, что от нее прямо задыхаешься. Ib. Куç-пуç корăнми çăмăр килет. Приближается страшный дождь с ветром и пылью. Альш. † Куçĕ-пуçĕ йӳнĕ çук: вилнĕ сурăх куçĕ пек (у жениха). Ср: д. Юм. Куç-пуç пĕрĕннĕ («состарился»). N. Çавăнпа ĕнтĕ кăçаллăха Хусанта пурăнсă куçа-пуçа çурса (со всей энергией) вĕренме хатĕрленес, тетĕп. Актай. Ку качаки куç-пуç çĕтĕлсе тухас пек пăхса выртать (не спит, глядит во все глаза), тет. Городище. † Куç-пуç алчăрарĕ. Взгляд рассеялся (глаза разбежались). Мыслец. Куçăм-пуçăм шăттăр! Лопни глаза! (Божба) || Йерк. 103. Эпĕ илтнĕ сăмахсен куçĕ-пуçĕ пит кĕске.

куçран-куçа тăр

стоять друг против друга. Истор. 35. Куçран-куçа тăрса пĕр-пĕрне тыта-тыта чиксе пăрахнă.

куççуль

(с'ул), куç-çулĕ, куç-çулли, куç-çол, (кус'-с'ол), коç-çоль (кос'-с'ол), куç-çӳлли, куç-çӳл, куçшуль, куç-шӳл, куç-çилли', слеза (-ы). Н. Карм. † Пĕрлĕхен пек хĕрлĕ питĕмсене хурлăхан пек хура куççуль хуратрĕ (здесь «хура» относится к «куç»?). СПВВ. Куç-çул, куç-шӳл. Карсун. Куç-çоль, слеза. Ал. цв. 11. Хăйĕн вĕри куççулĕне (= куç-çулне) тăкать. Ст. Чек. Шыв, куççуль пек, тăп тăрă, тет. N. Çын куççулĕ çĕре ӳкмест. N. Ватă çын, кăмака хыçĕнче ларнă чухне, кинĕпе ывăлĕ, сĕтел хушшинче тĕрлĕрен çимĕç çинине кура, час-часах куççулĕсене шăлкаланă. Самар. † Эсĕ çакăнтан кайса пырсан, тухаймĕ-ши сирĕн куç-çӳлĕ. ТММ. Атте-анне куççулĕ çĕре ӳкмест. N. Куç-çӳлли тухнă. N. Куçран çапакан куççуль кăларать, чĕрене амантакан хуйхă хускатать. N. Эпĕ килтен тохса кайнă чох, пĕр куççуль те кăлармарăм (не проронил ни слезинки). N. Куçран куç-çӳлли анчĕ (потекли).

куç çути

(-δиы), куç çутти (-ττиы), зрение. Сред. Юм. Куç çути пĕтсен, çын начар корать. Сборн. по мед. Куç хăрпăххисем ялан тăрăна-тăрăна тăнипе куç тасамарланать, пĕр май хĕрелсе çӳрет: варă куç çути пĕтнĕçем пĕтет (зрение все слабеет и слабеет). КС. Куç çути пĕттĕрĕ. Пропало зрение. ТХКА 5. Куç çути çухалсан, лекĕре тин карăм. || Отрада для взора. Собр. † Пичет куçлă çĕррĕм пур, пичипа инке куç çути. Ib. † Вуник аршăн пархат куç çути, эпир аттен-аннен чун çути. С. Дув. † Вуникĕ пус нухрат куç çути.

куç тымарĕ

живчик (бьющийся в глазу). СТИК. Куç тымарĕ сикет, Ib. Хăш чухне куç çинче темĕскерле кĕлтлетсе тăрат, вăл нуммая пымаст, пĕр-ик минута кăна; çавна: куç тымарĕ туртат, теççĕ.

куç тĕкĕ

куç тĕк (Пшкрт: кос' тӧ̆к), ресница (-ы). N. Куç тĕкне сăтăрса, пĕр тĕкĕ тухсан, хăй тăванĕ килет, теççĕ. N. Куç тĕк татакан ăстасем («мастера» выдергивать завернувшиеся ресницы). || Сред. Юм. Куç ыратакан çынсĕн куç хăрпăкĕ панчи ӳт шалалла тавăрнса кĕрет, вара çав тăвăрнса кĕнĕ çĕре тĕк тôхать, ăна куç тĕк теççĕ.

куç хыв

смотреть проницательно; высмотреть, заприметить. МПП. † Ырă çынна ыр çын тиеççĕ, хăйсем çине куçсем хываççĕ (= хытă тилмĕрсе пăхаççĕ). Ib. Ан кăлар тьыхуна витерен, хӳме виттĕр пăхса куç хывĕç. Б. Крышки. Вăл ман класа куç хывнă. Он заприметил мой класс (предназначил для чего-нибудь). Юрк. Аслă йăмăкăма куç хыврĕç. Хурамал. † Вăрман виттĕр тухнă чух, тухнă чух, пĕр йывăçа куç хыврăм, куç хыврăм: касса каймĕçин, лайăхчĕ, лайахчĕ. N. Вăрман варĕнче сар чечек, ӳснĕ-ӳсмен куç хыврĕç; пирĕн пичче хĕрĕне (= хĕрне) ӳснĕ-ӳсмен куç хыврĕç. С. Айб. † Пуян хĕрне куç хыврăм, тухса каймин, лайăхчĕ. АПП. † Çак ялти сарă хĕре куç хывни сакăр çул: каят, тесен, чунăм çук, парса илме мулăм çук. || Внушить, заставить видеть на яву, чего не может быть (говорят о фокусниках, о спектакле). Н. Р. Романов. || Делать ямку (в каше). Ст. Чек. Унтан вара хăпарту, пăтă пĕçерсе, куç хывса, «ĕне çуратан пăтти» тăватчĕç.

куç хупла

закрывать чем-либо глаза? Орау. Пытанмалла вылянă чухне пĕр ушкăнĕ куç хупласа выртаççĕ (или: тăраççĕ), вăл вăхăтра тепĕр ушкăнĕ пытанма каяççĕ.

куç

(кус'), передвинуться, переселиться, переходить с места на место, переместиться. Юрк. Чĕмпĕртен кайнăранпа виççĕмĕш вырăна (должность) куçрăм. Ib. † Укçи мĕн тарăн пулсассăн, курки куçса пырат-çке. Ib. † Эпир чĕнсен, хăр (= хăвăр) пытăр, шурă çăмарта пек куçайса (надо: кусайса?). Ск. и пред. 37. Мăн шыв хумĕсем кулса куçаççĕ, симĕс курăкпа пăшăлтатаççĕ. Çутт. 53. Кĕркунне пулсан, стантсă пасарне тырă, пахча çимĕç, утă-улăм куçать (привозятся во множестве). Пролей Каша. Чĕри куçнă. Сердце сдвинулось с места (от испуга; дело окончилось смертью). N. † Çӳлте çăлтăр миçе-ши? пăхмассерен куçмасть-ши? Орау. Пăр ку енне куçса килнĕ. Лед прибило к этому берегу. Ib. Кимĕ çинче иккĕн пĕр-пĕрин вырăнне куçса ларма (пересаживаться) тытăннă та, кимми темĕскерле ӳпеленсе кайса, кăсем шыва кайнă. Ib. Тепĕр вакун çине куçса лармалла илтĕм. Я взял билет с пересадкой на другой вагон. Ib. Халăх куçса çӳрет (снуют). Сред. Юм. Ачипчи-мĕнĕпех куçса килнĕ. Приехал (или пришел) со всеми детьми. Календ. 1907. Çĕнĕ çĕре куçнин чи хĕрӳ вăхăтĕнче те, халăх Çĕпĕре чи вăйлă куçнă вăхăтра (1895 çулта) çулсерен 200 пин çынтан ытла куçман. Ал. цв., 5. Ăна хăй умĕнчи йывăçсем куçса ларнă пек, çăра йывăç тĕмĕсем уçăлса тăнă пек туйăнса пырать. Альш. Элшел куçат вара Пукрава («ярмăнккана каяс» тессине «Пукрава каяс» теççĕ, çаплах). N. Çар шутсăр куçат, нимĕн майĕ çук. || Развалиться, сползать. Тюрл. Вăт шаршăнĕ куçса кайрĕ (развалилась). N. Çĕр чĕтĕренипе нумай çуртсем куçса пĕтнĕ. КС. Çĕр куçса анать (сползает). Альш. Вăл карта (ограда) çĕрсе, куçса пĕтнĕ. Кан. Çыран куçса хăпарнă вырăнта пылчăка ларасран кĕпер тума тытăннăччĕ. || Наполняться водой? Юрк. Варсем куçа пуçларĕç.

куçар

(куз'ар), коçар, передвинуть, переместить, переселить. Юрк. Мана Ардатовский уяса (= Артатту уясне) урăх вырăна куçарчĕç. В. С. Разум. Ăна кунтан куçарасшăнни çинчен каласа пачĕ. Орау. Сĕтеле пĕрене çумĕнчен куçарарах лартрăмăр (отставили от стены). Сред. Юм. Куçарса килчĕç. («Так говорят, если кто чего-нибудь много привез»). Ст. Шаймурз. Чăваш шкульне кĕнеке куçарма кайнă. Юрк. Пĕр кĕнекене вырăслинчен (с русского оригинала), чăвашла куçартăмăр. || Покупать. Изамб. Т. Ярмăнккаран мĕн куçартăр? (купили). || Обрушивать.

куçарса кай

переводить, перевозить. Ярмушка-к. Пĕр çыннĕ (один из них) арăмпе (= арăмĕпе) иккĕш те Авшака куçнă, пӳртне куçарса кайнă.

куçарса ларт

переселить, пересадить. Бюрганский. Пире кӳршĕсем: эсир анчах пĕтĕм касса пăсса пурăнатăр, сире пĕр-пĕр урăх çĕре куçарса лартас! теççĕ. || Пересадить на другое место (человека, дерево, цветок).

куçăм

описка, вм. куççăм? N. Ăна хирĕç пĕр улпут куçăмпа килет, тет. Образцы 65. Аслă çул хĕрринче чăкăт-курăк, куçăм çӳре-çӳре шурăхрĕ. См. умлă-хыçлă.

куçтинтсă

гостиница. Альш. Унтан, пасара кайса, хăйсене валли çимешкĕн кулаç-мĕн илеççĕ те, каяççĕ пĕр-пĕр куçтинтса.

кут

кот (кут, кот), nates; зад, круп (лошади); cunnus. N. Кĕркуннеччен кунтах пурăнатăп-халĕ, хăнк та тумастăп (и усом не веду): кутра шăлавар пур. Якейк. Паян кот хыçма ерçмесĕр ĕçлерĕм (работал без единой минуты отдыха), вăл тата: ним те туман, тит, (а он говорит, что я ничего не делал). СТИК. Кутне куршанкă çыпçăннă, тесе выляса чупса çӳрекен ачана ĕç кутне (к делу) тăратсан калаççĕ: кутне куршанкă çыпăçрĕ ĕнтĕ, ĕнтĕ тек янкаса çӳреймĕ. Вăл, ĕмĕрлĕхе ача вăййине (детские забавы) хăварса, ĕçе тытăнни пулат. Сред. Юм. Халь хĕлле пôлнă та, пĕчик ачасĕн кочĕсем хĕсĕннĕ (им прижало хвосты-то!), пĕри те орама тохаймаççĕ. Шибач. Онта пычĕ пĕр пăлатньăк, кот хыçне портине чикнĕ (с топором за спиной). Якейк. Шойттанăн сехри хопса тохрĕ. Кота хорт кĕнĕ пек коскалат анчах. Ib. Вăл чĕлĕм тортать-и? — Тортма мар, котран кăларать! (очень много курит). || Основание. Ала 29. Пат-пат-парапан, парапан кучĕ çурăлчĕ. N. Хуран кучĕ. Дно котла. || Пень. Ой-к. † Йăвăç кассан, кут юлать. М. Васильев. О хорама кончен (= котĕнчен) те ыраттара пуçланă çынсене (киреметь). Абыз. † Тăхăр юман пĕр кутра, тураттисем пĕр майлă, çулçисем çил майлă, эпир хамăр çул майлă. Якейк. † Ик шмат-кĕпçи пĕр котран, татрăм çирĕм — тути çок. || Комель. Тайба. † Шыв хĕрринчи кĕпçене кутне кас та, шыва яр. Изамб. Т. Кантăр ĕлкĕрсен, ăна татаççĕ те, кутне касаççĕ. Яргуньк. Çынĕ каланă: кăçăл та тулă акăпăр, эсĕ кутне ил, эпĕ тăррине илетĕп, тенĕ. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуник ана тул акрăмăр; кучĕ (хăмăлĕ) пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Ала 14°. Çавă йăвăç кутне виçĕ чалăш чавсассăн, унта выртать пĕр тимĕр. || Корень (числительное слово). КС. Çĕр кут палумми йывăççи лартрăмăр. || Употребляется в качестве послелога. Альш. Этемсем вут кутĕнчен (с пожара) тарнă. N. † Çĕнĕ çăпата, шур чăлха, çырма кутне (на речку) ансассăн, йĕпенессĕн туйăнать. N. Çырма кутĕнче (у речки) пĕр тĕлте, нумай пулмас, çерем пурччĕ. N. Çав кӳлĕ кутне (у озера) Сахрун ятлă чăваш йывăç пахчи тунă. Образцы. Кăвак-кăвак кăна кăвакарчăн, йăви кутне (к гнезду) пырсан, савăнать: Ib. Эпир кĕр кайас çук, çур килес çук, атте çумне кил-çурт хушас çук, кĕреки кутне (за его стол) ларса юрлас çук. Т. VI. 46. Шыв кутĕнче ытла сăмах-юмах пулмарĕ-и? Çырлах! Ст. Дув. † Сарă хĕр сана ăçтан курам, кил чӳрече кутнерех. ЩС. Çăл кутне ма пытăн? N. Пĕтĕм ăш çӳле çĕкленсе ухаççĕ те, вара апат кутĕнчен те апат çимесĕрех тухса каятăп. Кан. Пĕр сĕтел кутĕнчен тепĕр сĕтел кутне çӳрерĕм (в присутственном месте). Альш. Эпир хамăр пусă кутнерех пурăнатпăр. СТИК. Вут кутне (к огню) пыма хăрушă. Сред. Юм. Пос котне йолаччин çапах ĕçлеççĕ (кончают полевую работу после других). Ст. Чек. Витре пус кутĕнче ларат. Ib. Алăк питĕркĕччи кĕçналăк кутĕнче выртат. Г. А. Отрыв. † Савни каланă сăмаххи халь те чĕре кутĕнче.

кутăн

котăн (-ды̆н), задом, задом наперед, шиворот на выворот. Орау. Пĕренесене кутăн турттараççĕ: тăррине çуна çине хураççĕ, кучĕ çĕтĕрнсе пырать. Шарбаш. Иопа таврашне котăн ан лартăр: лайăх мар. (Поверье). N. Ачи кутăн тухнă. N. Çĕклесе тухаççĕ кутăн (покойника): урисене малтан, пуçне кайран. Шурăм-п. Пăрахса (жертвенные кушанья) тавăрăннă чухне кутăн утса килтĕмĕр. Изамб. Т. Камăн çăпати кутăн ӳкет, ул вилессине пĕлтерет. (Гаданье). Альш. Кусем çав хĕре йăтнă маййăнах ктăн тытса, кĕрӳшĕ, пĕтĕм туй халăхĕ, çав каччи ашшĕ-амăшĕ умне пырса тăраççĕ — пуççапаççĕ. Изамб. Т. Пурăнăç пĕр кутăн кая пуçласан, ялан сиен куратăн. К.-Кушки. Кутăн çуралнă (вперед ногами; говорят и упрямому). КС. Урапине кутăн çавăрса лартнă (повернул задом). Ib. Кутăн утса çӳрет. Ходит на руках. Вил-йăли. Пуçĕ панчи вĕçне каялла тавăрса, ун ăшне пĕр кĕпепе пĕр йем минтер пек çĕлеççĕ, çĕлеме те кутăн çĕлеççĕ. Образцы. Астăвăр-ха, Чакă, ай, ачисем, çăпатине кутăн сырман-и? N. Чăвашсем, юмăç хушнă тăрăх, тăшманĕсене усал тăвасшăн вĕсен ячĕпе турă умне кутăн (вверх ногами) çурта лартаççĕ. ЧС. Юмăç карчăк пĕр кĕпене кутăн çаннисенчен урисене тăхăнса ячĕ. К.-Кушки. Эп пӳртрен кутăн тухрăм. Я вышел из избы задом. N. Мур шăрши!... Ăсĕ пур!... Хытнă çăкăр татăкне кутăн сĕтĕрет шăтăк патнелле! (к норе). N. Котăн отать. Идет задом. N. Котăн тăрать. Стоит нижним концом вверх. Чхĕйп. Кутăн ĕçе карăм (по обьяснению КС ходил по необыкновенному делу, т. е. хоронить покойника, так как на похоронах, все делается шиворот-навыворот; напр., умершего одевают наопако и даже самые песни поются тогда иначе). См. тинсĕр-ханкăр. || Назад, обратно. N. Кутăн шыра. Разыщи (пропавшее на почте письмо). Тăв. 38. Вĕсенчен те вĕренӳ пулсан, тĕнче тепĕр май çаврăнĕ, хĕвел те кутăн тухĕ. Вĕлле хурчĕ 20. Çаплах та ирĕксĕр уйăрăлсан, амăшне тытса юлса, хурчĕсене кутăн вĕллене ярас пулать. Ib. Уя ĕçлеме кайнă хуртсем кутăн таврăнаççĕ те, çĕнĕ вĕлленĕ кĕрсе кăяççĕ. Бигильд. Çапа пĕлмен ал-ура хăйнех кутăн лекнĕ, тет. (Послов.). М. Васильев. Наччальник тавраш пырсан та, котăн тараç. Шурăм-п. № 23. Вăрă леш тĕнчере вăрланине кутăн хуçине памалла. ЧС. Пирĕн ялта пасар пулат; пасара выльăх-мĕн сутма илсе килсен, е аш-мĕн, е çу-мĕн илсе килсен, пасара кӳртмесĕр, кутăн хăваласа янă (прогоняли), тет. N. Çак сăмаха вола котăн (читай назад, в обратном порядке; напр., çараараç и т. п.). ЧП. Урама кутăн (задом на улицу) пӳрт лартрăм, вуникĕ кусуй кастартăм. Альш. † Елшел урам — аслă урам, урама кутăн пӳрчĕсем (окнами во двор). К.-Кушки. Кутăн пырап. Иду задом (т. е. противно обычному ходу). Чув. пр. о пог. 17. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çăмăр пулать. Если солнце, заслоненное облаками, освещает отраженным светом к востоку, то быть дождю. Календ. 1904. Хĕвел кутăн (каялла) пăхсан, çумăр е çил пулать. Сред. Юм. 'Котăн хĕвел'. Пĕлĕтлĕ кон хĕвел, пĕлĕт айĕнчен корнмасăр, пĕлĕт çине ӳксе çав пĕлĕт çинчен çутă корăннине калаççĕ (отражение света солнца с облаков в облачный день. (Срв. Бгтр. Хĕвел, пĕлт айĕнчен тохса, анса ларнă чох пăхсан, çомăр полать). || Вверх ногами. Орау. Мачча çумăнче шăнасам пак кутăн утса çӳреççĕ. (Сказка). N. Вĕрен тăрăх икĕ чалăш хăпарса, кутăн анатпăр. Тораево. Улпутсам çитрĕç, тет те, Сохрон кутăн çакăнса тăрат, тет. Орау. Шăтăкпа вĕрен тăрăх ансан-ансан, тепĕр патшалăх пур, тет. Унта çынсем, эпир мачча çумăнче çакăнса тăнă пек, кутăн çакăнса утса çӳреççĕ, тет. Шăтăкран çĕре ансан, пĕтĕмпех тĕлĕнсе кайнă, тет, ку: ку аялта тăрать, тет, лешсем мачча çуммĕнче (так!) çыпçăнса, утса çӳреççĕ, тет; çӳçĕсем аялалла усăнса çӳреççĕ, тет. (Сказка). Çĕнтерчĕ 30. Эпир япаласене пытарнине эсĕ кама та пулин пĕлтерсен, сана кутăн çакатăп (повешу)! Кан. Хамăр япăх ĕçленине курса, кутăн выртса услама çапаççĕ. Якейк. Эп шăва (= шыва) кĕнĕ чох яланах пĕве пуçĕнчен (с плотины) котăн сикетĕп (головою вниз). N. Кутăн тăрăнчĕ. Ткнулась вниз головой? См. кача. Г. А. Отрыв. Шĕвĕр тĕплĕ тимĕр витрене кутăн лартнă евĕрлĕ пуç çинче ларса пынă (çĕлĕк). || Неудачно. Paas. Ĕç кутăн пычĕ (шло). || Упрямый; упрямец. Якейк. Кутăн, человек злого, придирчивого характера. Ib. Эп онашкал котăн çын нихçан та корман. Ib. Котăн çын, тесе, ялпӳçсене калаççĕ (деревенских кулаков). Юрк. Арăмĕ хăй пеккиех наян япала пулат, кутăнскер; хуняамăшĕ ĕçе хушсан, питех итлемес. Кан. Эрехшĕн, кутăн, виçĕ кун хушши çакăнса тăма хатĕр. Кильд. Арçынĕ (муж) кутăнтарах, ял çинче çӳрекен çын пулнă вăл («кутăн» противоположно «лăпкă», «кунĕ»). П. И. Орл. Кутăн йысна шурă кĕпе тăхăннă, янахи айĕ маччана тивет. (Кăмака). Изамб. Т. Йытă та: тух, тесен, тухат, эсĕ йытăран та кутăн. Сет-к. Котăн — драчун, забияка. Череп. Кутăн, упрямый, кляузник. Собр. Кутăна кутăн пуçлăхĕ, наяна наян пуçлăхĕ кутран вуникĕ вĕçлĕ нухайккипе çаптарат, теççĕ. (Послов.). N. Котăн çын, любящий тягаться, сутяга, дерзкий, придирчивый; кому нельзя давать в долг. || Упрямство. Ала 30°. † Манăн упăшка пуласси кăтьăр кăтра çеç пулчĕ, кăтрисерен кутăн пур. || Притворство. См. кутăна пер.

кутăнлан

котăнлан, упрямиться, шалить, противиться; быть злым. Якейк. Пустуях котăнланса çӳрен эс; хун пĕр вăй та çук, пăспа хăратан анчах! (только на словах храбр, пугаешь словами). || Капризничать. Пухтел., Шарбаш. || Избаловаться. Сет-к. Ача котăнланнă. || Не желать уплатить (долг).

кутăн-пуçăн

взад и вперед, туда и сюда, шиворот на выворот, вверх тормашкой. Уравăш 2. Халĕ вĕсем, йышланса... Уравăш çырми тăррине... çичĕ çырма юппине, усал çĕре пăхмасăр, кутăн-пуçăн тиркемен: саркаланса пĕр ларнă. Теперь они размножились и широко расселились по семи отвершкам Ораушинского оврага, не глядя на то, что тут неудобное место, ничего не разбирая, как попало. ЧС. Ак эпĕ сана каçчен çиме парам мар! терĕ те, пӳртрен, кутăн-пуçăн тĕртсе, кăларса ячĕ (вытолкала взашей, не дала ему спокойно выйти). КС. Кутăн-пуçăн йăвалан, кувыркаться на разные лады. Тогаево. Хайхи çармăс котăн-пуçăн пăхкаларĕ те: ом шинчĕ (не знаю), терĕ. СПВВ. Х. Кутăн-пуçăн шухăшла. N. Котăн-поçăн халапсем поплесе лараççĕ (несут похабщину). Хăр. Паль. 3. Амăшĕ хайхи, тин куçне уçрĕ курăнать, ача чирĕ кутăн-пуçăн шутлаттара пуçларĕ. Ib. 23. Уринчен урине хуллен çеç иртеркелесе кутăн-пуçăн пăхкаласа пырать. Якейк. Пĕрре анчах çапрĕ — котăн-пуçăн йăванса кайса, тăнтан кайса выртрăм нумайччен. Орау. Ачине урапа çине лартнă та, кутăн-пуçăн кустарать (двигает взад и вперед). Илебар. Ачи, ни кутăн ни пуçăн (ни вперед, ни назад) тухма аптраса, çавăнтах вилчĕ, тет. || Нерешительно, неопределенно. N. Котăн-пуçăн поплет.

котлă-пуçлă

ногами в одну сторону (лежать). Якейк. Паян тӳшек çине котлă-пуçлă выртăпăр (= орасене пĕр çĕрелле ярса, пуçсам ик пуçнелле). || В перен. см. Хорачка: котлы̆ п̚ос'лы̆ п̚олза. Coierunt. Сред. Юм. Мĕн сăмаха котлă-пуçлă туса çӳрен эсĕ? Эпĕ сана шантарса ятăм вит, халь ĕнтĕ тăта (= тата) котăн тăван. Ib. Эпĕ сана котлă-пуçлă хытланакан (неправдивый) çын темен, аван çын тесе порăннă ко таранччин. См. ура вĕçлĕ.

кутеклен

(-д'эк'л'эн'), тащиться с ношей. Орау. Микиш арăмĕ паян вăрмантан пĕр çĕклем вутă йăтнă — пырать çырма тăрăх; аран-аран кутекленсе пырать — хăне кура мар. Ib. Пĕр вăрă каçхине пĕринне сурăх йăтса тухнă (вăрланă). Пĕр çатан патне çитсен, çатан урлă каçараймасăр асапланать, тит. Ăна, çатан хуçи курнă, тет те: ку мĕн санăн? тесе ыйтать, тет. Лешĕ: ка-арăк (глухарь), тесе калать, тет. Çатан хуçи: мыри (= мăйраки) порç (= пур-çке)! тесе ыйтать, тет. Вăрри: а-аçи (самец)! тесе каларĕ, тет те, малалла кутекленсе карĕ, тет вара.

кутăрлан

котăрлан (коды̆рлан), загрязниться. В. Олг. Çĕçĕ котăрланса (испачкался). || Мучиться (над делом). СПВВ. Х. Сред. Юм. Ан котăрланса çӳре она, çĕклеме хытланса; порĕ-пĕр (все равно) çĕклейрес çок эсĕ она. Н. Седяк. Кутăрланас — питĕ нăкă тăрăшса, асапланса, мекĕрленсе ĕçлес.

кучикле

назв. игры (игра с двумя палками: одна палка — короткая, другая длинная). Зап. ВНО. Орау. Кучикле вăйă. Кучикле вылянă чухне мăшăрлăнне пăхса вылямаççĕ. Кучикле иккĕн те, виççĕн те, тăваттăн-пиллĕкĕн те, улттăн-çиччĕн те выляççĕ. Алтуйилле вылянă чухнехи пекех, кашнин пĕр алтуйи, мĕн пурне пĕр кучик пулать. Выляма тытăниччен камăн малтан çапмаллине, черечĕпе кам хыççăн кам çапмаллине пĕр-пĕр вăрăмрах патакпа е хăйсен алтуйипе (патакки тăрăх аялтан çӳлелле ал тытса хапарса) шăпа яраççĕ. Патак çӳл вĕçне ал тытса тухсан, камăн шăпи чăн вĕçне тухать, çавăн малтан çапмалла пулать; ыттисем черечĕпе, шăпине кура, пĕрин хыççăн тепри çапаççĕ. Анчах чăн вĕçĕнчин алли çумĕнчи, хăй уммĕнчипе тавлашма та пултарать. Хăй умĕнчи (çияла тухни) аллине патак вĕçĕ кăшт анчах кĕнĕ пулсан, вăл аллинчен çаннине кăларать те, кĕпи çаннипе çав патака виçĕ хут çапать. Çапса ӳкерсен, ку малтан çапать, малтан шăпи çиала тухни кун хыççăн çапать. Вăййи ак çапла пуçланать. Малтан пĕр-пĕр такăртарах çĕре ăрам варрине, урлăшне те, тăршшине те аршăн çурă туса, алтуйипе çырса, тăваткал чикĕ тăваççĕ, чикки варри(не) пĕр çу лупашки пек шăтăк тăваççĕ. Çав чикĕрен çапма тытăнаççĕ. Çапасса, кирлипе, темиçе тĕрлĕ те çапаççĕ: кустарса çапаççĕ, чиксе çапаççĕ, кустарса утаççĕ, тата чиксе те утаççĕ. Кустарса çапни виççĕ пулать, чиксе çапни иккĕ шутланать, кустарса утни те иккĕ шутланать, чиксе утсан пĕреççех пулать. Чиксе çапнипе тата кустарса утнипе чиксе утнисем кашни выляса тухнă чухне (при последнем ударе) анчах пулаççĕ. Чăн малтан çапаканни чиккинчен (из квадрата) кустарса çапса ярать; ун хыççăн çапасси кучик хыççăн чупать. Кучикки ăçта ӳкнĕ, çав вырăнтан кучиккине утса, чикке кӳртме тăрăшать; кӳртсен хăй çапать те, ун хыççăнхи сыхлама каять; кӳртимасан, хай çапаканни каллех чикĕ тулашĕнченех кустарса çапса ярать. Çапла хăçан та хăçан кучиккине чикке кӳртет, çавăнчченех кучик хыççăн чупать. Вăййи хисепĕ вăтăра çитиччен шутланать (хисепленет). Çапаканни лайăх çапать пулсан, вара сыхлаканнин кучик хыççăн чупса пĕтĕмпех тĕнки тухать. Хăш-хăш çĕрте миçе çапнине шутламасăрах выляççĕ. Пирĕн шутланисĕр пуçне тата «шăтнисем», «çуннисем» пур. Çапаканнин шучĕ тăххăртан иртнĕ пулсан, сыхлаканни кучиккине уткăнса пынă çĕртен çапса ӳкерсен, çапаканнин вара юлашки хут çапни «шăтать» (шутланмаçть). Чикĕ тулашĕнчен çапса янă чухне, ăнсăртран калле чикке кĕрсе ӳксен, «çунать», пĕртте юлмаçть; шучĕ тăххăртан иртнĕ пулсан, тăххăра анчах юлать, тăххăртан иртмен пулсан, пĕтĕмпех çунать. Вылянă чухне яланах кустарса çапаççĕ, анчах выляса тухас чухне пĕре çитмеçт-и, унта вăтăра иккĕ çитмеçт-и, çавна кура: е кустарса утаççĕ, е чиксе çапаççĕ, е чиксе утаççĕ. Кучик сыхлаканнине çапаканни питех юратмаçт пулсан, тата ун хыççăн çапассине юратарах парать пулсан, кустарса утас вырăнне чиксе çапать, мĕншĕн тесен хăй тухсан, кучикĕ инче уткăнса кайнипе сыхлаканни кучиккине чикке кӳртимаçть те, вара кучик сыхлакан хыççăн çапмалли тухнин вырăнне тăрса, çапса хăй шутне тултарать. Чăн малтан выляса тухаканни ыттисене выляса тухма (шута çитерме) виçĕ тапхăр (т. е. три очереди) çапма парать. Виçĕ тапхăрччен те выляса тухмасан вара, чăн малтан тухни вăсене хăрах уран сиктерет. Вăл кучиккине илет те, ăна е ал вĕççĕн (подбросив рукою, которою и бьет), е алран (держа в левой руке, бьет правою) çапса ярать, епле те пулсан кучиккине инчерех çапса яма тăрăшать. Вара чикĕпе кучик кайса ӳкнĕ хушша выляса тухайманнисене виçĕ хутчен каллĕ-маллĕ хăрах уран сиксе кайса килтерет. Кучикки ытла инче утăнса кайнă пулсан, пĕр хут анчах сиктерет. Выляса тухас уммĕн вăтăра çитесси пĕреççех пулсан, чиксе утас вырăнне е чиксе çапсан, е кустарса утсан, мĕн пурĕ пурте çунать; иккĕ çитмен пулсан, кустарса утас вырăнне, е чиксе çапас вырăнне кустарса çапсан та, пĕтĕмпех çунать. Çапла выляттăмăр эпĕр ĕлĕк кучикле, халĕ вăл вăйя вылямаççĕ ĕнтĕ.

кучă

куча. СТИК. Пĕр кучă укçа пухса илтĕм. Я сгреб кучу денег. Ib. Ашăк куччи (куча). В Пшкрт произн. куџа: навос куџиы, куча навоза.

кучченеç

(-ч'ч'эн'эс), гостинец(-цы); сласти; подарок. Тюрл. Арçын ачисем, кам çитерес килекенĕ, хĕрсене кучченеç çитереççĕ. Выла. Хăнисем вара сăрасемпе кучченеçĕсемпе пыраççĕ. Кучченеçĕсене икерч, чăкăт илсе пыраççĕ. (Микун). Байгул. Тута кĕçĕтсен, кучченеç çиет, тет. Ib. Кучченеç — всякое приношение со стороны родни, в виде лепешек и пр. (хăпарту, пашалу, кукли, пӳремечĕ). Ск. и пред. 33. Пырса курăнтăр анчах, пирĕн ун валли кучченеç виçĕм çулхиех пур-ха. N. Сĕтеле хыпалама тытăнтăм, кучченеç пĕр чĕлĕ касса илтĕм те, çисе ятăм. N. Ачи ашшĕсем пынă çĕре хĕр ашшĕсем те сăра туса, кучченеç пĕçерсе, пӳртсене çуса, карташсене тасатса хураççĕ. Ст. Чек. Пике валли кучченеçе картламасем, пурçăн туттăрсем исе килнĕ, тет, тетĕшсем. Альш. Пирĕн чăвашăн хăнаран кучченеç чиксе яраççĕ киле. Ăна вара лешсем, тавăрăнсан, çĕçĕпе касмасăр, алăпа хуçа-хуçа, малтан, «ваттисене» асăнса тин çимелле килте. Етрух. Сăра çме (= ĕçме) чĕнсен вара, арăмĕпе упăшки тумланса кучченеçпе каяççĕ. Сунчел. † Шурă перчетке сарă хĕрĕн кучченеçĕ; эпир атте-аннен кучченеçĕ. N. Хĕр панă чухне. Кучченеç леçсен'. Кĕрĕк тăхăнса, пурте, пӳрт тулли çын, ура çине тăрса, кĕлтăваççĕ «хамăр чĕлхепе». Хĕр ашшĕ, çĕлĕк илсе, алăк уçса пуççапат турра. Унтан кучченеçе çиеççĕ. N. Çавсене пурне те, тĕрлĕрен, кучченеçе илсе кайăр çав пуçлăх валли. || Взятка. Амалăх-Кипеней. Орау. Кучченеçе вĕреннĕ. Привык к взяткам.

кушăх

кошăх (-жы̆х), просыхать, высыхать. Зап. ВНО. Сăрттăррисем кушăхса çите пуçларĕç. Ib. Тута-çăвар кушăхса кайрĕ (обветрили). Ib. Пит-куçăм кутăруçăн кушăхса кайрĕ (во время пашни, жатвы). Слеп. Çол кошăхать-ха (сохнет). Якейк. Çăккăр кошăхса карĕ. Ib. Пуçланă çăккăр, пĕр талăк тăрсан, кошăхат (черствеет). || Вянуть. Начерт. 106. || В перен. знач. Якейк. Вăл кĕçĕр кошăхса выртнă. Он в эту ночь умер. (Гов. в насмешку. Абаш.).

кушак

(кужак), кошак, кошка. Ст. Шаймурз. Пӳрт тăрринче кушак пуçлă тăмана сиене кăшкăрат, тет. Синьял. Пĕр кушак пуçтаракан çын (кошатник) пĕр яла кушаксем пуçтарма кайнă, тет. N. Кушака (кушакне) кунтан илĕр. Возьмите отсюда кошку (кошку-то). Н. Седяк. Кушак питне çусан, хăна килет, теççĕ. (Примета). Т. Григорьева. Кушака кулă, шăшие вилĕм, теççĕ. (Послов.). Ib. Умран кушак каçсан, çул ăнмас, теççĕ. СЧУШ. Кушак кăмакана кĕрсе выртсан, сивĕтет. N. Кунта çын кушак вилли вырăнче анчах. Здесь человеку та же цена, что дохлой кошке. Ib. Ĕçпе каякан çын çулĕ урлă кушак каçса кайсан, çав çынна телей пулмаст. Ib. Кушак пит çăват пулсан, çав кушак хуçи патне çын килет. Орау. Ашшĕ-амăш суккăр пултăр, ачи-пăчи нуммай пултăр! тесе калать, тет, кушак. (Пожелание кошки относительно хозяев и ребят: если мать не видит, то кошке легко вытащить еду из рук ребенка). Ib. Этем кушак сыснине курсан, лайăх мар, тит. Ib. Çул урлă кушак каçса кайсан, çав тĕлтен улăм пĕрчи илсе, улăм пĕрчине икĕ енне татса пăрахаççĕ. Апла тумасан, мĕн те пулин пулать, тиç. Сред. Юм. Кушака кулă та, кушак кайăкне куççӳлли. Кошке — игрушки, мышке — слёзки. Ib. Кошак питне çăвать (кошак, малти орине çулласа, питне шăлкаласан, калаççĕ). Ib. Кошак пик (говорят про несмелого человека). Ib. Çола кайнă чох çол орлă кошак каçсан, олăм çӳппи татса, ик еннелле пăрахса хăвараççĕ. Ib. Кошак çӳлте пĕр татăк какай çакăнса тăнине корнă, тет те, илес тесе кармашрĕ-кармашрĕ, тет, илеймерĕ, тет. Кайран кайса ларчĕ, тет те: шăршлă вит о, мĕн тăвас онпа! тесе каларĕ, тет. Ib. Сан кошак йăмаххилле полчĕ ко. («Говорят, если человек сначала очень желает, а потом не может получить того, чего он желает, и сам же начинает говорить, что это плохое»). Ib. Мĕн çохрать çавăнта? тесен: кошак пуçĕ хĕсĕннĕ (увязла) те, кошак çохрать, теççĕ. N. Пуянăн кушакĕ те кайăк тытать, тесе, пĕр пуйсан, çыннăн таçтан та укçа кĕрет, тесе калассине калаççĕ. Бгтр. Кошак пит çусан, çомăр полать; чăрнисемпе качăртаттарсан, çил-тăман полать. СТИК. Эсĕ кушак çине ларнă-и мĕн? (Говорят тому. кто pepederit). КС. Кушак курпунне кăларчĕ (или: пĕкĕрлчĕ). Кошка изогнула спину. Образцы. 110. Йыснаçăмах (çавă) пур, тутине кушак çуланă (т. е. он ротозей, растяпа, рохля). Альш. Кушак пилĕк çура (3 котят) çураласа пăрахнă... В. Олг. Эх, кошак порнăç! (о привольной жизни). Якейк. Ăрамра кошак та çок (т. е. никого нет). Б. Нигыши. † Тытăр-хупăр (его) витене, ыран ирччен ан ярăр; кушак кулли ан тăвăр, ташлатмасăр ан ярăр! Якейк. Ман онта никам кошак та çок (т. е. никого нет). || Прозвище мужчины. Сред. Юм. || Назв. селения. Панклеи.

кошак чирĕ

назв. болезни, насморок. Сред. Юм. Тем кошак чирĕ лекрĕ тем, пĕр-ик контанпа пуç ыратать, тет хăй.

кушел

(кужэл'), пещер. Чертаг. СПВВ. ФВ. Кушел — супне; çинçе хулăсенчен авса тăваççĕ: унпала арпалăхран арпа йăтаççĕ: эпĕ пĕр кушел арпа выльăхсене патăм, тет. Çутт. 88. Арпа кушел çаккăрăм, анкартине уттартăм. ЧП. Хулпуççине кушел çак. (В Шибач. пиштер).

кушил

(кужил'), пещер. Юрк. Ст. Чек. Сакăр сăмса, пĕр хырăм. (Кушил). N. Кĕçĕнни кайрĕ, тет, вăрмана, кушил çакнă, тет. Богдашк. Хушпу çукки кушил хуппи тăхăнăр.

кошăл

сразу, дружно. Кăмак-к. Пăр (=пĕр) самантрах пăр (лед) кошăл тапранса карĕ (двинулся).

коштăртат

(-дат), шуршать. Б. Олг. Вăл çулчĕ тиесе (= тиесе) пĕр орапа, потяк çаппи коштăртатса килет. Пшкрт. Коштăртат, хрустеть. Тюрл. Тип хоп сĕтĕрсе пынă чоне коштăртата пырать. Шибач. Коштăртатса каять. Тащит веревкой.

кӳв

подр. звуку при выплескивании полной посуды жидкости. Альш. Ку арăм пĕр витре кӳв! тутарса вĕретнĕ сĕт ярат, тет.

кӳкĕрт

(-гэ̆рт), сера. Ст. Чек. Календ. 1910. Трупара хăрăм çуна пуçласанах, пĕр ывăç кӳкĕрт хуть трупана, хут кăмакана пăрахас пулать. || Назв. сел., где курорт Серноводск Самарский. См. кĕкĕрт.

кӳлеш

(кӳл'эш), ревновать. N. Ют арăмпа кӳлешекен арăм, хаяр чĕлхипе пурне те çитсе кастаракан усал арăм чĕре суранĕ вăл, хуйхă вăл. Янтик. Упăшки хăй маткине: кампа та пуса çӳрет, тесе шухăшласан, çапла çынсене каласан вара ăна: у маткине çавăнтан (Микуларан) кӳлешет, теççĕ. Ск. и пред. 86. Хĕртен арăм пулсассăн, ват упăшка кӳлешет. Тюрл. Лайăх маткана корсассăн, каччăсем она олталама шотлаççĕ; опăшки çавăншăн кӳлешет и хĕнет. Юрк. Упăшки пит кӳлешет. Альш. Арăмĕ упăшкинчен кӳлешет (= упăшкине: арăмсемпе çӳреттĕр, тет). Изамб. Т. Пĕр-пĕр арăмăн упăшки çамрăк пулсан, хăй ватă пулсан, ул упăшкинчен кӳлешет. Полтава 53. Эсĕ мана кӳлешĕн? N. Вăл арăмне пит кӳлеше пуçлать. ЧП. Кӳлешекен çынсем тек кӳлешчĕр, кил иксĕмĕр тăрар юнашар! Пазух. Йăлтăр-ялтăр йăлтăрка, урам варринче тупрăмăр, кӳлешекен хĕрсене çĕр мунчара тупрăмăр. N. Унăн арăмĕ упăшки çынсен арăмĕсемпе вылянăшăн кӳлешет (кĕвĕçĕт). Ст. Чек. Вăл арăмне çынпа кӳлешет (ревнует). Янтик. Çавсем пек ухмах тек тĕнчере те çук пуль! тек кӳлешсе çӳреççĕ пĕр-пĕринчен: упăшки маткинчен Иванпа кӳлешет. Сред. Юм. Арăмĕ ôпăшкине: çын хĕрарăмпе (так!) çӳрен! тесе, вăрçса çӳресен, ôпăшки арăмне: çын арçыннипе çӳрет, тесе, вăрçсан: кӳлешет, теççĕ. СПВВ. КЕ. Арăмĕпе упăшки кӳлешет, теççĕ (пĕр-пĕрин айăпне тупса вăрçни). Каша. † И, авланман ачасем! инке-арăмшăн кӳлешет! N. Çак арăма, унăн ачине те сывлăхсăртан, вăйсăрлăхран, кӳлешекентен, курайман çынтан, усал куç ӳкесрен сыхла. N. Усал çынсенчен ан кӳлеш, вĕсемпе хутшăнма та ан тăрăш.

кӳлĕ

(кӳл'э̆, к'ӳл'э̆), озеро. См. кӳл. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, тӳрем çула кӳлĕ тăвать. Тăв. Ял кӳлли аслă, теççĕ. Ун пек ĕçе ялта тăвас пулать. Сред. Юм. Кӳлĕ, 1) озеро; 2) небольшое углубление, наполненное водою, которое не высыхает. Ядр. (б. Убеев. в.). Вăл кӳлĕ киремет пулнă, ун патне ĕлĕк ухмах чăвашсем, юмăçсем каласа кăтартни тăрăх, пырса, укçасем чӳклесе пăрахнă. Калаçаççĕ тата, такасем пырса янă. Ĕлĕк таçти çын та унтан хăранă, ăна пуççапнă, унтан хăраса, уна итлесе пурăннă, унăн ятне пăрусем пусса, киремет тунă. Вăл кӳлĕ тĕпсĕр, теççĕ. N. † Укальча варĕнче çавра кӳлĕ, пилĕк пус кĕмĕл хам ятăм. Торп-к. Кӳлĕсен тĕпĕсем çок, тет. Вăсем пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçаççĕ, тет. Куçнă чохне тĕтре çанталăк тăрать, тет. Кӳлле солсассăн, çын вилет, тет. Альш. Кӳлле мунчала хутас, кантăр хутас. КАЯ. Пиртен çур çухрăмра пĕр кӳлĕ пур, çав кӳлле пирĕн ял çыннисем темшĕн кăш çул, çимĕк иртсен, пĕр вăкăр пусса, чӳк параççĕ. См. Магн. М. 55.

Кӳлĕ вăкăрĕ

назв. духа. КАЯ. Кӳлĕ вăкăрĕ кӳлле тытса тăракан таса хире çитмĕл те çич тĕслĕ таса курăк çиме тухнă. Ăна вуник майракаллă пăлан курнă та, вуник мăйрипе тĕкес, тенĕ. Кӳлĕ вакăрĕ ăна хайне вуник мăйринчен (= мăйракинчен) çаклатса, вуник уй урлă ывăтса янă, вуник татăк тунă; кашни татĕк (= татăкĕ) вуник пăт туртнă, пĕр татăкĕ кӳлле вуник хутчен чӳк пама çитнĕ. Халь эпир сана вуник хутчен чӳк парса, вӳник хутчен çырлахтаратпăр. Эй кӳлĕ, çырлах!

кулĕм

(кӳл'э̆м, к'ӳл'э̆м), пряжка. Якейк. Кӳлĕм кӳлсе карăмăр. Покормили лошадей, запрягли их и поехали пахать. || Время, нужное для одного перегона. Трхбл. Кӳлĕм, время, в течение которого можно проехать верст 25 или 30. Истор. Пĕр кӳлĕм хушшинче пĕтĕм хула çунса пĕтнĕ. Тиск. кайăк. Пĕр кӳлĕмрех çисе ярать. || КС. Кӳлĕм — то время, когда после полуденного отдыха, лошади запрягаются на пашню (около 4 часов). Ib. Кӳлĕмре; кӳлĕмччен. Ib. Кӳлĕм — время запрягать лошадь в соху. Ib. Кӳлĕмрен пуçласа, тăваричченех, кантармасăр (не давая лошадям отдыха), сухаларĕ. Питушк. Кӳлĕм тăварас, кăнтăрла çитрĕ (пора распрячь и кормить). Тюрл. Кăнтăрла иртсессĕн, кӳлĕм вăхăт (-т) çитсессĕн, посса каятпăр. Якейк. Паян кӳлĕм тăвармали вăхăт çитет-и-ке? «Пора, что-ли, лошадей распрячь и отправить их домой или пустить на луг?» Ib. Кӳлĕм кӳлмели (= кӳлмелли) вăхăт çитрĕ.

кӳмеллĕ урапа

кибитка, волочок. N. Кайсан-кайсан, уйра пĕр кӳмеллĕ урапа çинче пĕр хĕр макăрса ларнине курчĕ, тет. (Из сказки).

кӳмеркке

(к'ӳмэрк'к'э), объем. Сред. Юм. Пĕр пăт тăварăн кӳмеркки çĕр пăт ыраш чол çиç. N. Эпĕ сана укçа кӳмерккипе пусарса вĕлерĕп?

кӳмертен

(-д'эн'), целиком, гуртом; оптом. Сред. Юм. Кӳмертен тавар, гуртом. КС. Кĕрӳшĕ укçине кӳмертен шăнкăлт татса хăварчĕ, тет (выплатил весь калым целиком). Ib. Тавара кӳмертен (оптом, гуртом) илсессĕн, йӳне килет. ТХКА 17. Нью-Йорк, Лондăн хаçачĕсене кӳмертен пурне те илсен, вĕсем пирĕн ялсенчи пĕр çтена хаçатне те тăмаççĕ (не стоят).

кӳнтер

понуд. ф. от кӳн. Хурамал. Пĕр çынна пĕр ĕç тума хушаççĕ; вăл çын малтан итлемесĕр тăрать, унтан вара кайран ĕçне тăвас тет вара, килĕшет, ăна вара: кӳнтертĕмĕр, теççĕ.

кӳп

(к'ӳп), подр. глухому звуку при ударе по спине кулаком. КС. Ман çав ача çурăмран кӳплеттерчĕ (или: кӳп тутарчĕ). То же и в Сред. Юм. || В друг. случаях: Ялав. Унтан шухăшларăм та: пĕр вилĕм! терĕм, — яра патăм (выпустил) алла. Çĕре (на землю) кӳп! турăм. Аран сывласа ятăм (едва вздохнул). Шел. 74. Харăс!... харăс!,.. хоп!... хоп!... хоп!... Такмаксемпе кӳп те кӳп! См. Магн. М. 150.

кӳп

назв. болезни (большой живот у детей). Чăвашсем 7. Тата ача пысăк хырăмлă пулсан, ачана кӳп таптараççĕ. Вăл кӳпе таптарма ачана юмăç карчăк патне илсе каяççĕ те, ялта пĕр-пĕр арăм тунă пулсан (?), унăн çăпатине илсе пырса, ачана урайне вырттарса, çав çăпатана тăхăнса тапать те, тата ачана такана çине вырттарса, таканапа авăсать, ача ятне калать: кӳп тухтăр, тимĕр таканапа авăсса яратăп. Çак такана епле варкăштарса ярат, çавăн пек ача ăшĕнчен кӳп тухса кайтăр, тет. Тата, ачана урайне вырттарса, çинчен шăпăрпа шăлать: тимĕр шăпăрпа шăлса яратăп; шăпăр епле сирпĕтсе ярать, ача ăшĕнчен кӳп çапла тухса кайтăр, тет.

кӳпке

(-кэ), бить, тузить. Альш. Эй, ăна çурăмĕнчен хытă кӳпкерĕм (ударил несколько раз, со звуком). Кĕвĕсем. † Хура лутра хĕрсене айне вĕт чул сарас та, çине ашăк витес те, кӳпке-кӳпке (колотя их) çывăртас! Изамб. Т. Ан кăчкăр, кӳпкесе пăрахăп! (а то отдую). Янтик. Паян пасарта усламăçсем пĕр вăрра тытрĕç те, ну хытă кӳпкерĕç. || Пробирать кого-либо (сильно критиковать его деятельность). Трхбл.

кӳр

(кӳр, к'ӳр Пшкрт: кӧр), приносить, привозить, приводить; носить, возить, таскать; выписать (человека, откуда-н.). N. Атăла шыв кӳме карĕ. Поехал на Волгу за водой. N. Кĕлте кӳме кайăпăр (у др. кĕлтене кайăпăр). Мы поедем за снопами. N. Эп шыв (утă, вăрман) кӳтĕм (так гов. и в с. Чемуршах). Янтик. Пирĕн ун чухне лашасем килте пулас çук, эс хăвăр лашупах кӳрсе хăвар ăна! Ib. Йăмăкĕ кӳрсе хăварчĕ ăна. Ib. Айта, Микула, кĕлте кӳрер! Ib. Ăсем вут (дрова) кӳреççĕ (возят) халь! Ib. Халь пушăт йӳнĕ чухне пушăт нумайтарах кӳрес тет-ха у (= вăл). Альш. Лашине Шемексем тытса кӳрсе пачĕç, тет. ТММ. Вĕре пĕлмен йытă кашкăр кӳнĕ, тет. (Послов.). Виçĕ пус. 10. Хăшĕ-пĕри тата сиен кӳрекенни те пур. Торп-к. Кайнă чухне юрла-юрла, килнĕ чухне хăса-хăса. (Шыв кӳме кайни). Ст. Чек. Паршă çинче тырă кӳчĕç. || Приносить жертву? N. Чӳк тăвас пулсан, чăвашсем нихăçанах (= яланах) самăр вăкăр илнĕ те, пĕтĕм ялпа пухăнса кӳнĕ. || Дать, возвратить, подавать. КАЯ. Анне: кӳр-ха еппин, пăхам! терĕ. N. Кӳр, эпĕ сан куçăнти турата кăларам. Хурамал. Кӳр, тутăна чуп-тăвап. Б. Олг. Лапка хоçине калатăп: кӳр-ха çана (= çавна), сартла (чит. сардла из сар+тăла) тĕркине (штуку желтого сукна)! Толст. Эпĕ кайран çийĕп, кӳр çак çĕмрен шăнăрне (тетиву лука! Ошибка!) малтан çием. СТИК. Атте, ку çăпатана эпĕ тăва пĕлместĕп! — Кӳр кунта, хам кăтартса парам; мĕн уншăн аттене, чăрмантарас. || Провести. Эпир çур. çĕршыв. 26. Шкулсем валли, тата куç пульнитси валли хӳхĕм çуртсем туса пачĕç, савăтран електриччĕствă кӳчĕç. || Наводить. N. Унăн çиллине хăвăр çине кӳрес мар тесен, тăлăх арăмсемпе тăлăх ачасене усал туса ан кӳрентерĕр. || Причинять. Айдар. † Анне ячĕ хĕр пăхма: малтан хĕрне пăх терĕ, хĕрне намăс кӳр (пристыди), терĕ. || Зарабатывать. Чет. пути. Ялĕ-ялĕнче çĕвĕçсем, атă пусакансем, тир тăвакансем пулнă, пирĕн халăх ниçтан пĕр пус кӳреймен. || N. Мĕнле сăмаха кӳреççĕ вĕсем ăна? В каком смысле употребляют они это выражение? || Придавать силы. ЧП. Пĕчĕккĕ кĕлте, сĕлĕ кĕлти, ыр утсен пуçне çав кӳрет. || Суметь. N. Вулама пит аван вырăсла кӳретĕп. Юрк. Пĕр-иккĕ вуласа пахсан, чиперех вулама кӳрĕн. Ib. Эпĕ ĕçне кӳретĕп. Я сделаю дело, устрою его как надо. N. Ку ĕçне кӳре пуçлат (начинает делать свое дело «как следует»). N. Кӳрсе лартрĕ. Сумел сделать? || Применять. N. Тĕп (коренные, настоящие) чăваш сăмахнех ĕçе кӳрсе çырас пулать.

кӳрсе пар

подавать, приносить, возвращать. Бгтр. † Алăк патĕнче алтăр пурччĕ, илсе кай та, кӳрсе пар. Тет. Алана кӳрсе паратăр пулĕ. N. Кӳрсе параймарĕç. Не возвратили мне. Янтик. Исе каясса, исе кай та, анчах пĕр-ик кунтан кӳрсе пар, мана кирлĕ пулать. Орау. Паянах кӳрсе парăп. Сегодня же принесу вам обратно. Янтик. Иван, эс хăв кӳрсе пар ку кĕнекесене! Ib. Илсе каять те, кӳрсе памас у! || Подавать. Юрк. Пире çакна (это кушанье) кӳрсе пар халĕ тетпĕр (оффицианту).

кӳренке

(-рэҥ'г'э), фунт. КС. Кӳренке пуканĕ, фунтовая гиря. Сунар. Семен пĕр кӳренке хăйсене вали тыткаламалăх (на расходы?) турттарса илнĕ (отвесил золота).

кӳрĕш-арăш

соседи, шабры. СПВВ. Пĕр-пĕр праçник кунĕ кӳрĕш-арăшра ĕçкĕ пулас пулсан, вăл çын часрах унта чупнă. Янтик. Пĕтĕм кӳрĕш-арăшсене пуçтарса, ĕçкĕ турăм.

кӳрт

(кӳрт, к'ӳрт', Пшкрт: кӧрт), вводить, впускать; вносить. Изамб. Т. Эпĕ, ирхине тăрсан, вут хутап; ĕнене кӳртсе сăватăп. С. Дув. Ку, Яхути, упăтине кӳртет (в избу); кӳртсен: хăнана çиме лартас, карчăксем! тет. || Занести, внестн. Тогаево. Онтан лашасене шăвартăмăр та, витрине кӳртсе патăмăр (отнесли в избу и отдали). N. Çăкăрне калла кӳртсе хума хушнă. || Свозить в помещение. Сред. Юм. Кĕлтене çын итемне кӳртрĕмĕр. Снопы ввезли на чужое гумно. N. Пĕркунтарах паранкă кăларса пĕçерсе çиеттĕмĕрччĕ, халĕ паранкăсене кӳртсе пĕтернĕ. || Поместить. ГТТ. Ун çинчен (об этом) ӳлмĕрен çырăп-и-ха сире, е хам «описание» çине кӳртĕп-и. Юрк. Çак кĕнекене кӳртнĕ такмака каларăм (произнёс). Орау. Вуттине (дрова) ик çĕклеме кӳртне (принесла за два раза, разделив на двое). Ib. Ута (сено) ик çунанах кӳртсе килтĕмĕр (поместив всего навсего на два воза). Богдашк. Ку çынни: катки пысăкчĕ те, çирĕм пăта вунпилĕк пăта кӳртсе килтĕм, тесе каларĕ, тет. || Прибавлять (при тканье). Альш. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă çип кӳртнĕ (о штанах, йĕм). || Взять в услужение, принять на службу и т. п. Панклеи. Тавтапуç сана, хоçа, мана кӳртнĕшĕн (говорит работник. Сказка). Юрк. Чыканĕ, пĕр шухăшласа тăмасăрах: мана патшана кӳртсен (если бы меня сделали царем), эпĕ пĕр çĕр тенкĕ укçине вăрлăттăм та, тарăттăм, тесе кăларĕ, тет. || Вывести (в люди). Баран. 30. Хуçа Пракахвие каланă: хăвар ачана ман патма, эпĕ ăна тумлантарăп, вĕрентсе, çын çине кӳртĕп; кайран, май килсен хăй те хуçана тухĕ, тенĕ. || Принять. N. Атя школа, мана ӳччиттĕл кӳртес мар, тет. Изамб. Т. Хĕрпе кĕрӳ кӳртме пуçлаççĕ. || Зачитывать (в уплату). N. Ун тăхăр тенки çинчен тăватă тенкĕ кӳртетĕп. N. Çав укçана кӳртсе хăвартăм эп (или: тытса юлтăм). Я зачел эти деньги в счет долга. || Внести в уплату за... N. Сан икĕ тенкĕ укçана куланай çине ямарĕç. Çаран пачĕç те, эпĕ çаран илтĕм те, çанта кӳртрĕм. || Выигрывать (в игре). N. Эпĕ пилĕк мĕтеç кӳртрĕм. N. Эпир укçалла выляса (играя в орлянку) виç тенкĕ кӳртрĕмĕр.

кӳршĕ

(кӳржэ̆), сосед. N. Илья кӳршĕсем панче чей ĕçсе ларат. || Соседство. Юрк. Санăн хурăнташна юрăхлă вырăн çук халĕ, кӳршĕре те илтĕнмес. Ib. † Виççĕн пĕр кӳршĕре (у одного соседа) пултăмăр, виççĕн пĕр йĕкĕте саврăмăр. N. Илья (Илче) кӳршĕре ларат. Илья сидит в шабрах. N. Çав каç чăнах та вĕсен кӳршинче (у них в шабрах) пĕр çын вилнĕ, тет. Сутт. 48. Çынсем маяка кӳршĕ-кӳршĕпе тухса лартрĕç. Альш. Кӳршĕ ларакан çыннисем. || Соседний. Хĕн-хур. Çав çын кӳршĕ ялта пурăннă. БАБ. Кӳршĕри яла кайнă (в соседнюю деревню). Юрк. Вĕсенчен тăван (natae) хĕри-пăраçсем, кӳршĕ ялсене качча кайнисем, çавсем пек çынсене çуратса, кӳршĕ ялсенче те пĕтес çук хăйсем сăнарлă çынсем тултарнă. Ib. Иккĕмĕш ывăлне... кӳршĕ ялти шкула çырăва вĕренме панă (отдали). Ib. Кӳршĕри вулăса, прикаса вырăна кĕрет. N. Кӳршĕ пӳлĕм. Альш. Кӳршĕрех пӳртĕн тӳпине (крышу) сирсе ывăтнă (раскрыли, во время пожара, чтобы не дать попасть огню). См. поскил.

кӳсек

(к'ӳзэк'), рычаг. Тюрл. Байгул. Упăшки, часрах пĕр кӳсек илсе, пӳрте чупса кĕрет те, Ивана çапса вĕлерсе, каллах кантăк патне тухса тăрать. СПВВ. ИФ. Çапайман пысăк кӳсек çĕкленĕ, тет. (Послов.). Козл.р. Пĕренене кӳсекпе çăвăрса пăрах. Переверни бревно рычагом. См. хайăр. || Дубина, кол, рычаг. Урмар. р. || Брань. Изамб. Т. Кӳсек! çавна та çĕклейместĕн!

кӳт

(кӳт), коченеть (от холода). Рак. Çын хытă шăнсан: пĕтĕмпе кӳтсе кайнă, теççĕ. Ст. Чек. Кӳтес = шăнса кăяс. ТММ. Кӳт, замерзнуть до боли, до полуомертвения. КС. Ал, хыт шăнсан, кӳтет. СПВВ. Шăнса ал кӳтрĕ; çиленсе кӳтсе çӳрет (т. е. не говоря ни слова, со злобой). ЧС. Хальхи çур çанталăка хăвăр та пĕлетĕр: хăшĕ пилĕк таран путса ларнă, хăшин атти тĕпĕ тухса ӳкнĕ, хăшин ури шăннă, хăшин алли кӳтнĕ. (Вирĕм). Хурамал. Хĕлле алă сивĕ шыв ăшне чиксен, алă кӳтсе каять. Шибач. Кӳтсе кайрĕ (озябли руки). Шел. 26. Тĕнсе, кӳтсе, шапарса... пырать сĕнксе Ессепе. Альш. Эпĕ чыстиех кӳтрĕм ĕнтĕ (продрог). Ib. † Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать, кӳтмеç(çĕ) иккен пăлан тьыхисем. СПВВ. МС. Манăн алă кӳтрĕ, теççĕ; тата: манăн ăш-чик кӳтсе çитрĕ. || Об исступлении. Йӳç. такăнт. 71. Чунĕ кӳтсе çитнипе, сĕтел çине ӳкет те, ĕсĕклесе улама тытăнать. Н. Тингешево. Чон кӳтсе çитрĕ (когда хочется плакать). Кан. Чунтанах кӳтсе çитрĕм. Кильд. Ку тăлăх ача нимĕн калама та пĕлейман, чунĕ кӳтсе килнипе вăл тата ытларах ĕсĕклесе йĕнĕ. N. Хăвăра кураймасăр пурăннине кура сирĕн чĕрӳсем кӳтсе çӳремеççĕ-и? Беседы. Хăшĕ (иные) çилĕ килсе, ăшĕ кӳтнипе çиллине шăнараймасăр йĕреççĕ. НЧ. Хуйхăпа ăш ӳтнĕ çынсене хăтарса ил. || «Быть в дурном настроении, в молчании». Б. Крышки. || Ожесточаться. N. Атăл таврашĕнче пурăнакан халăхсем пурте тарăхса кӳтсе çитнĕ. Утăм № 1, 29. Çимĕкелле çав кĕриччен тавлашăва татасах, терĕç, çук çын ытла пит кӳтнĕрен пуянсем чарасах, терĕç. Çутт. Укахви кĕтесре пĕр чĕнмесĕр... кӳтсе ларать (молчит, не двигается). N. Çилĕпе кӳтсе (вне себя, от гнева, trausportes de rage). N. Чон хорланса килчĕ, шчик (= ăшчик) кӳтсе тăчĕ çыру çырнă чухне. N. Эпĕ санран письмо час илеймасан, ман чунăм питĕ кӳтсе пурнатm. Йерк. 130. Чун кӳтнипе ун туйне хатĕр паян вăл пăсма (расстроить). N. Утне çитмен туртине. (тенĕ пек), чун кӳтнипе чун хутрăм. N. Пурин те çил-хаяр та пур, кĕвĕçӳ-кӳренӳ те пур... кӳтесси- пăтранасси те пур, вăрçасси-хирĕçесси. П. И. Орл. Çаккăн (его) ачи (сынишка) унччен темшĕн яланах макăрса (кӳтсе) çуренĕ, тет.

кӳчченеç

(к'ӳч'ч'ен'эс'), гостинец. Альш. Вăл кунĕ (в тот день) ирхине амăшĕсем вĕсене, «кӳчченеç» тесе, кӳптĕрмесем, икерчĕсем пĕçерсе леçеççĕ. См. кучченеç. || Подарок. Сред. Юм. Тин качча кайнă хĕрарăмсем хĕр туйран кайран пĕр-ик кôнтан амăшсем патне кӳчченеçпе каяççĕ. См. куçтанач.

кӳште

(к'ӳшт'э), то же, что кӳте. Шурăм-п. № 1. Чăваш арăмин, чее ĕçнĕçем, ĕçнипе ăшĕ кӳштесе каять, тет. || Злобиться, быть в злобном настроении. Альш. Эпĕ ăна пĕр кун туя илсе каймарăм, вăл халĕ çавăншăн кӳштесе çӳрет. || Желать того, в чем после может раскаяться. КС. Арăмĕ ачисене ылханать: ма мур илмест-ши ку ачасене! тет. Упăшки калать: мĕн кӳштен, ачам! тет. || Завражн. Кӳштесе çӳрет. Ib. Эс кӳштетĕн-ха. Тебе нечего бога гневить! (ты недоволен своим счастьем). Чебокс. Ырра кӳштетĕн. Накликаешь беду. КС. Çавă та кӳштет-çке! (имеет все, а недоволен). || Ст. Чек. Кӳштесе çӳрет. (Человек) плачет, не может никак остановиться. Ib. Ан кӳште ĕнтĕ, çитĕ йĕме! || Притворяться, представляться. А. Турх. СПВВ. Мĕн кӳштетĕн? (из шалости представляешь, напр. хромого, нищего, пастуха и т. п.). . СПВВ. МС. Ку ача мĕн вырăнсăр макăрать, кӳштет-и-мĕн? теççĕ. СПВВ. ФИ. Ыратман çинчен ыраттарасси килнĕ пек: ыратать, тиекене: кӳштет [теççĕ]. Ильк. Кӳштет. Притворяется больным. (В оригинале: куштет). || Сятра. Мĕн кӳштесе (кӳштэзэ) ларатăн! Что несешь чепуху! Ib. Ан кӳштесе лар, çĕнĕ ойăк полсаç! Кăмак-к. Килĕнче кинĕпе улĕ, ашшĕне картмасăр, ашшĕ килтен тухса кайса, çапкаланса е ыйткаласа çӳрет-и, вара килĕнчисем ăна: кӳштетĕн! теççĕ (çын шутĕнчен тухса кайни).

кăвак

(кы̆вак, квак, коак), синий; сизый; серый; голубой. Ск. и пред. Пасар кăвак йĕмĕ. Ачач. 82. Чӳречисене кăвакпа сăрланă (у дома), карнисĕсене пит капăр эрешлесе пĕтернĕ. Синьял. Вăрман хĕрĕнчи кăвак пĕлĕт, тем çăвасси пур халĕ. Ib. † Вăрман хĕрĕнчи кăвак тĕтри, карĕ вăрман тăршшĕпе. С.-Устье. Кайăр кунтан, кăвак кĕреçесем! Ядр. † Кăвак-кăвак кăвакарчăн, йăви тавра çавăрнат, икĕ çунатне шарт çапать: пĕр çăмарти çук, тиет. Образцы. Кăвак кăвакарчăнăн кăвакĕ çук, шурă кăвакалăн тĕпекĕ çук. Ала 60°. Кăваках канторне те кĕрсе тăрсан, авкалантăм хура та çĕлен пек. Ст. Ганьк. † Çӳл ту çинчи кăвак юман. Собр. Кавак хирте кĕмĕл выртать (пĕлĕтсем). Чăв.-к. † Вăрман хĕррисенче кăвак пылчăк, кĕпер хывса каçса пулмарĕ. М. Чолл. Иван çавăрăнса пăхать — кăвак кашкăр (серый волк). ЧП. Аслă çул хĕррисем кăвак чечек, çулаймарăм кăвакки (синие лепестки) тăкăниччен. Микушк. † Кăвакарчăн кăвак, чĕкеç хура. Эсир (= ты) лайăх, эпир (= я) начар — эпĕ тăраймăп сирĕн умăнта (так!). N. Кăвак сурăх кĕрте ларĕ. (Сĕрĕм тини, т. е. тивни). || Сивый. Образцы 40. Кăвак-кăвак лаша та, кăтра çилхе, тураса йĕс тура витмерĕ. Ала 65. † Кăвакран кушма пустартăм, витеймерĕм кăвак утма. Альш. Вăл чӳке ялан кăвак лаша пусаççĕ. || Седой. N. Пĕр кăвак сухаллă ватă ăстарик. Ск. и пред. Кăвак ватă карчăк. М. Тув. † Кăвак пуçлă атийăм кăвакарнă укçипа кăвак лаша илсе пач (= пачĕ) пире туя парса яч, туй илемне кӳресшĕн. Кĕвĕсем. Шурти, шурта шур лаша та, шурă та пулсан, кăвак юртат. (Смысл м. б такой: «хоть и белая, а рысит по-сиврму», т. е. как сивая). С. Тим. † Хапха умĕнче кăвак пăр, ирĕлмессĕн сунатрам? || Зеленый (в перен. см.). Иштерек. Эсĕ кăвак-ха, ним те корман. Ты еще зелен (т. е. молод), ничего не видал. (Так обыкновенно говорят взрослые молодым, желая подчеркнуть их молодость и неопытность. В остальных случаях употребление «кăвак» в зн. «зеленый» неизв.).

кăвакал хăй

порода уток, кряковая утка. Альш. Кăвакал хăй = кайăк кăвакал. Ib. Пĕр йышшине кăвакал хăй теççĕ. Вăл килти кăвакал евĕрлех, анчах пĕчĕкçĕрех пулат.

кăвакарт

понуд. ф. от кăвакар. ТХКА. 160. Ӳсĕрскер, мана Митюк çул çинче çапса пĕтерчĕ, акă чавсана кăвакартса ячĕ. Кан. Килти пуса кĕпи, кăвакартнă йĕм, çăпата, умĕнче саппан, çăварĕнче чĕлĕм. Пуçĕнчи картусне йăва çавăрма ула-курак та ăмсанас çук. Анчах, унăн ăшĕнче тапак хутаççи выртма пултарать. Вопр. Смоленск. Атăл енчен кăвакартсан, çăмăр пулат (в Чеб. р.); СТИК. Ăçта кăвакартрăн (получил синяк на...) куçна? N. Кăвакарт (çапçа, куçа е пите). Тюрл. Вăсем çавăрăнса çӳренĕ чухне, пĕр-пĕр çынна хирĕç пулсан, чăпăрккапа кăвакартаччен хĕнеççĕ. (Хĕр сухи). Сенг. Мана, киле пырсан, аттесем пăхаççĕ те, манăн куç кăн-кăвак! — Ăçта кăвакартран кăна? тесе ыйтрĕç. Орау. Кăн-кăвак кăвакарта-кăвакарта кăларнă питне, хĕнесе (о синяках).

кăвакарçын

(чит. -з'ин), голубь. Кăмак-к., Шибач., Сохрон-й. См. кăвакарчăн. N. † Кăвакарçын çӳлте вылясан çĕрте курăк саралат. (Солд. п.). N. Пĕр виç-тăват контан, кăвакарçынсам йăва йăтма пуçларĕç. Пĕчик çатракасам, вутă (сено) пăрахса панă вурăнти хыт хурасене йăтатчĕç.

кăвакарçын йăви

гнездо для голубей. N. Пирĕн атти пĕр кăвакарçын йăви туса лартнă.

кăвакарчăн

(-ζы̆н), голубь. N. Кайăк кăвакарчăнăн çĕчĕ çук. (Такмак). Изамб. Т. † Çак тăвансем патне килмассайран, кăвакарчăнни пек чунăм савăнат. N. Кăвакарчан ӳчĕ çурри етемĕн, çурри лашанăн, тет, çанпа çиме хушмаççĕ. N. Шыв чакнине курсан, пĕр кăвакарчăна çĕр типнине пĕлме кăларса янă. Альш. Кăвакарчăн юратать, кăвакарчăнсем чуптăваççĕ. С. Айб. † Кăвак (эпитет) кăвакарчăн. Сред. Юм. Кăвакарчăн пик чуптуса çиç лараççĕ (любезничают). Ib. Кăвакарчăн какайĕн пĕр енче çын какай, тепĕр енче лаша какай, тет, çавăнпа çиме юрамас.

кăвапа

(кы̆ваба), пуп, пупок. Макка 212. Вăл (бабка) йăра, ачине çуратсан, тирпейлет; тутăрпа чăрканă чухне ачин кăвапине шăлĕпе çыртса, шатăртаттарса татса илет; унтан вара ачи енелле пăхать те, ун çине сурса, калать: çапла ятлă пултăр, тет. Шел. 22. Улăхсенче утисем кăвапаран (по пуп) ӳсетчĕç. N. Ачи кăвапипе явăннă, пăвăннă, чăрканнă (при родах). Ст. Чек. Çыннăн чунĕ кăвапара. Анне пирĕн ача тăвакан арăм патне кайнă. Арăмăн ачи виле çуралнă. Анне калат: ан йĕрĕр-ха, тет; турă çырнă пулсан, сывлăш кĕрĕ-ха ăна, тет. Вара, — ачанăн кĕпи пулат вĕт-ха ак, ача кăвапи унтан тытăнат, çавăнта кĕпипе ача хушшинче кăвапара темĕскер пăрçа пек калла-малла çӳрет. Анне çав пăрçа пеккине ача ăш енне аллипе пусса сăтăрса ярат та, ача кăшкăрса та ярат; ачи халĕ те пусан пурăнат. Ib. Ача çумне пĕр шит ытларах хăвараççĕ (кăвапине), вĕçне çиппе çыхаççĕ. Кĕске кассан ача çумне, ача час-час тăракан пулат, тет. Хĕрарăм çумĕнчен кăвапи ӳкет, ăна кункăра айне тăваççĕ: лайăх пултăр; ĕмĕрлĕ пултăр, тесе, лартаççĕ, йăт-качка çийесрен. Ib Тум хайар = ăш чирĕ, кăвапана пăрса ыраттарат. Ир. сывл. 25. Кунта халь çĕршывăн тереклĕ ăс-пуçĕ, тĕнче кăвапи. || Ямочка иа печеве. Менча Ч. Варрине (т. е. хăпарту варрине) пĕр чĕрĕ çăмарта кӳртсе лартаççĕ те, ăна кавапа теççĕ. Апат çисе тăрансассăн, çăмарта хупписене, хăпарту сăмсине, кăвапине çав куннех ака кăларнă ана çине кайса çĕре алтса хураççĕ. (Ака пăтти). ДФФ. Пашалу (жертв.) варрĕне (так!) йĕтĕр пуçĕпе пусса тутаратчĕç, ăна «кăвапи» тетчĕç. См. кăлапа.

кăвапалă

с пупом, имеющий пуп. || Менча Ч. Пĕр кăвапалă, сăмсалă хăпарту... Вăл хăпартăва ака пăтти чӳклеме наруш кăвапалă, сăмсалă тăваççĕ.

кăвăклат

(кŏвŏклат), клохтать. Шибач. Кăвăклатать (чахă, посма ларасшăн). || Ворковать. N. Онта пĕр кăвакарçын кăвăклатса ларать. См. кăлтăртат.

кăк

(кŏк, кы̆к), корень; комель. Б. Нигыши. † Пирĕн килеми пит куннĕ (так!): суса сухан ларттарать. Пĕр кăк (луковица) çухалсан, мĕн курас? (Свад. песня, намекающая на строгий, злой нрав свекрови). N. † Пĕр кок (так!) сохань пĕр котра. Якейк. Эпĕр кăçал апат пĕçерме ик-виç кăк (2-3 куста картофеля) анчах кăлараппăр. Ик виç кăкран кăларнă омма (картофель) апат тума çитет. Ib. Пирĕн анкартинче кăк кăлармалисам пор-ха (есть корни, которые надо выкорчевать). Кан. Вĕсен те 500 кăк лартнисен кăçалах пĕрер пăт хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось). Букв. 1904. Чи кăкĕ патĕнчех (у самого корня) унăн çавракăшĕ (в обхвате) темиçе хăлаç пулать (у дуба). || Выкорчеванное дерево(-вья) КС. Кăк тияма карăмăр. || Корчеванье. Кĕвĕсем. Хура лутра ачасене ир тăрас та, кăк патне! (на корчеванье). Зап. ВНО. Кăк; кĕк тупан (полоз из корня). || Основание некоторых органов. КС. Хул кăкĕ. (чит. кŏк'), плечо и подмышка. Зап. ВНО. Ура кăкĕ. Скотолеч. 12. Унтан çав чустана пĕр татăк татса илсе çăнăхпа йăвалас пулать те, лаша чĕлхи кăкне (тĕпне) хурас пулать. Пшкрт: хы̆лђа кы̆кн'а (за ухом) пы̆д'и (клещ) ларза. СПВВ. Кăк; кăкла: кăк кăклас; пĕç кăкĕ, || Пшкрт: с'ырма кы̆ђы̆, верховье. || Устье оврага? Ярмушка-к. Услăх çырми кăкĕ Кăканар çырмине тухнă çĕртре. || Происхождение. Г. А. Отрыв. Элмен (назв. селения) мĕнтен тухса кайнă (унăн тĕп кăкĕ).

кăкар

(кŏгар, кы̆гар), привязывать. Синерь. Ман витере ăйăр пур, çав ăйăр хӳринчен сăнчăр кăкарса яр, пĕр вĕçне ман пата çăла яр, тесе каларĕ, тет. ЧС. Çынсем: ан тартăр, тесе, луçа (= пăшие) мăйĕнчен вĕренпе кăкарнă та, вĕренĕнчен иккĕн-виççĕн тытса тăратчĕç. N. Кайри урапа патĕнче кăкарнă ула ĕне пырать. Юрк. Ураписем хыçне те, çумне те çапла лашсем, йытăсем кăкара-кăкара янă. N. † Чĕнтĕрлĕ те кĕпер умĕнче турă ут кăкарнисем пирĕн вăл. Образцы 99. Чĕнтерлĕ кĕпер, кашти юман, ут кăкарни (= кăкарнă ут) пирĕн вăл.

кăкăр çавăрăнни

обладать голосом и уметь петь. Альших. Кăчăр çаврăнмас. Не может брать нот, не мастер петь. Кильд. † Çак тăвансенĕн килне килсессĕн, пуç хĕрмесĕр кăкăр çавăрăнмĕ. СТИК. Кăкăр çаврăнмĕ = кăмăл çемçелмĕ (едва ли правильное толкование) Средн. Алг. † Манăн кăкăрăм çавăрăнмас, кĕçĕнтен хуйхăлă ӳснĕрен. Юрк. Çамрăк кăкăр çавăрăнмасть (не умею говорить ладно? говорит «тӳрментерех çын»). Сенчук. † Ай-хай, пĕр аппаçăм-йыснаçăм! сирĕн пек ырă çын умĕнче пирĕн çамрăк кăкăр çаврăнтăр. Альш. † Тăваткăл минтер, хăмаç пит: питĕ тăвăртан хăпармас; мĕн çамрăкран хуйхă курнăран, çавăнпа кăкăр çаврăнмас. (Хĕр йĕрри). Ib. † Ай-хай çинçе пӳçĕм, çамрăк кăкăрçăм: çаврăнат-çке купăсăн майĕпе. Изамб. Т. Унăн кăкăрĕ çавăрăнмасть. У него не хватает способности (петь). Бюрг. † Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем! сирĕн пекех лайăх çынсен умĕнче манăн çамрăк кăкăрăм çаврăнмас. Байгул. † Куккапа инке умне тăрсан, авăнман пилĕке авăнгартăм, çаврăнман кăкăра çавăртăм. Собр. † Пирĕн пек çамрăк ачасен пуç хĕрмесĕр кăкăри çаврăнмаст. Пазух. Сирĕн йĕс пăралук та, ай, авăнтăр, пирĕн çамрăк кăкăр та çаврăнтăр. (Некоторые понимают это выраж. в см. душевного расположения, но неправильно).

кăлайла

назв. игры в шар. Череп? Кăлайла = пăккалла выляни. Пĕр пысăк шăтăк алтаççĕ. Ун йĕри-таврашне тата кĕçĕн шăтăксем алтаççĕ, пысăк шăтăксем алтаççĕ. Пысăк шăтăкне кĕçĕн чул патакне (?) яраççĕ. унтан пурте, атсем, илеççĕ патак, атту чукмар; унтан тытăнаççĕ, ăна ура пуç çине хурса ытаççĕ; хăшин патакĕ хыçала юлат, çав вăл вара кĕтӳçи пулать. Кĕтӳçи пысăк шăтăкри чула сыхлат, ыттисем кĕçĕн шăтăксене патак чиксе сыхлаççĕ. Унтан пысăк шăтăкри чула çапса кăлараççĕ. Кĕтӳçи, вĕсем çапнă чухне, вĕсен шăтăкне чикме тăрăшать; хăшин шăтăкне чиксе ĕлкĕрет, çав вара кĕтӳçĕ пулать. Вара çапла хăçан хăйсен кăмăлĕ таврăначчен (пока не наскучит) выляççĕ. Кĕтӳçĕ хăй шăтăкĕнчен çапса кăларнă кăлая каялла кӳртсен, улшуй, тет. Ыттисем вара хăйсем йышăннă шăтăксене улăштараççĕ; кĕтӳçĕ те çавăн чухне йышăнса юлат, ĕлкĕрейсен. Кам шăтăк йышăнайманни кĕтӳçĕ пулать. Альш. Кĕркунне ачасеи урамра пăх муклашкисен(е) туяпа çапа-çапа ямалла выляççĕ. çавна: кăлайла выляс, теççĕ. Пăх муклашкине кăлай теççĕ, туйине кăлай туйи теççĕ; унăн вĕçĕ турчăканнĕ пек кукăр пулать. Зап. ВНО. Кăлайла выляни — такая игра, когда двое стараются вкатить деревянный шарик в особые ямочки в земле.

кăлава

(кы̆лава), голова, старшина. ЧC. Тата çавăн чухнех кăлавасемпе (старшина и те, кто был при нем) уретниксем персе те çитрĕç (явились на пожар). Пазух. Çӳлте симĕс-кăвак вĕçкелет, кăлавине тиек кураймасть. Чăв. й. пур. 13°. Вăсенĕн Таркан прикасĕнче пит усал мăкшă кăлава (голова) пулнă. Ib. 15°. Вара хăне кăлаваран ӳкернĕ (уволили с должности?). СТИК. Кăлава пек, солидный человек (по внешности: осанистый, здоровый, красный, с бородой). Юрк. Утилни вăхăтĕнче Тимĕрçен вулăсĕнче тĕмиçе çул кăлавара ларнă (был головой). Собр. И, шăпчăк юри (= юрри) арчара! Çӳл-çӳл юман, çӳл юман, çӳл юманта пин кукку. Кăлава, тесен, култарать; симĕс, тесен, систерет. Ухмах ывăлăм Микуша, кашкăр çинă юлашки. Хуп чӳрече хушшинче пĕр ула йытă выртать, тет: хăр-хам! тесе калать, тет; çынĕ картах сиккĕр, тет. Чакак хӳри витере, кĕсре хӳри лакăмра. (Сăвă). ||Прозвище. Утар. Кăлава Якур (-р').

кăлар

(кы̆лар, клар), вынимать, вытаскивать, вырывать, выносить, вывозить, добывать. Альш. Хăшĕ (иные) хапхисене кăлара-кăлара ывăтнă (во время пожара). N. Хаçатне урама кăларса çаксанах (вывесили), Чавка Ваççи хăй çинчен çырнине чĕрсе тăкрĕ (изорвал). Икково. † Шор тоттăрăн çӳçи çок; кăларсан (если выпустить?) çӳçи полмĕ-ши? Изамб. Т. Ул вара пур хĕрсене укçа парат та, йапалисене урапа çине кăларат (выносит). || Моштауш. Тата хăшĕ пӳртлĕх кăлараççĕ (вывозят на определенное место, но не домой) те, пураттараççĕ те, сутаççĕ илекенсене. Бес. чув. Унăн аслă ывăлĕ, хай лашине хĕнекен Хайрулла, çав лашипех вăрмантан пĕрене кăларма (вывозить на определенное место, но пока не домой) кайнă. N. Вăрман парас пулсассăн (если дадут), çывăхарах кăларма тăрăшăр. См. тух. Ск. и пред. 102. Хĕлле пулсан, йăлăмра халăх пӳртлĕх кăларать. N. Пĕчик пичче пӳрт пĕрени кăларать. Собр. † Аллăм тулли кĕмĕл çĕрĕ, кама кăларса (снявши) парам-ши? Якейк. Ĕнер аран сӳс кăларса пĕтертĕмĕр. Ib. Ата, Мари, сӳс кăларма? — Çок, ман сӳс халях полимаçть-ха; эп сантан каран хотса (помочила). N. Вĕсен хăйсен кашнийĕн пахча çимĕç пур; çиес килсен, кăларать-татать-çиет. N. Çамрăк йывăçа кăларасси йывăр мар. Орау. Çул çинчи (на мостовой) юра тасатса, чулнех мар, тесе, кăна хăй хăранине кăларса каламасть пулмалла. || Оправдывать, наверстывать (расход). ||Обьявлять, заявлять; кăларнă та (доскребли до камня), çуна тупань шынисем чула перĕнсенех, лашасам тапах (сразу) тăраççĕ. Латыш. Пĕр вăхăтра турă шаланкăпа (канюку) ула-курака шыв кăларма (добыть из земли) хушнă. (Из сказки). Орау. Хĕрарăм пĕр пĕрчĕ кăларсач [тайком продает из дому имущество], пин пĕрчĕ тухать, тет. (Нечто в роде послов.). Сред. Юм. Килтен япала кăларать. [Так говорят, если у кого-либо один из членов семьи имеет любовника (resp. любовницу) и тайком передает (таскает) ему (resp. ей) вещи из дома]. Орау. Микула арăме тыр кăларса сутать (тайком от мужа), теççĕ. ТММ. Вăрлăх кăлар, çурла кăлар, начать сеять, жать. || Вычитать (в арифметике). || Насчитать. N. Хӳмине этем виçипе виçсе тухса, çĕр хĕрĕх тăватă чике (локтей) кăларчĕ. || Лишить (напр. голоса, земли). Кан. Кăларас ăна сасăран, кăларас! тесе, кăшкăра пуçларĕç. || Пропустить, продеть. Бгтр. Çак йĕп виттĕр канат кăлар, вара, кăларсан, икĕ пин тенкĕ парăп. || Снять. Юрк. Кĕрӳшийĕн (у жениха) аттине уринчен хĕрĕ (невеста) туртса кăларса хыват. || Согнать. N. Ман йăвана (в мое гнездо) темĕскерле кайăк кĕрсе выртнă. Атя-ха, кăлараймăпăр-и ăна? || Низложить. N. Патшана кăларчĕç. || Выводить. N. Вăсам (голуби) çав çура (в это лето) икĕ хутчен чĕпĕ кăларса карĕç. N. Вăл çăмартасене чăха айне хурса кăларсан, вара пĕр çăмартинчен йытă, тепĕринчен çĕлен, тепĕринчен куйкăрăш пулат, тет. || В. Ив. Аван вăрлăха килте кăларнине нимĕн те çитмест (т. е. всего лучше засевать своими семенами). || Выпускать. N. Хама хулана кăлармаççĕ. Учите детей. (Ачана) çын патне пит каларас пулмасть. || Взыскать, вытянуть, extorquere. Кан. Ку пилĕк тенке паянах кăларăп сантан (т. е. отомщу тебе за пятирублевый штраф, наложенный на меня из-за тебя). || N. Хăва (ты сам) курăс кăларатни. || Увезти невесту увозом. Ск. и пред. 63. Петĕр ĕнер сана хĕнерĕ те, кĕçĕр йăмăкна каларса каяс тет. || Выхлопотать. N. Пенççи кăлар, выхлопотать пенсию. Альш. Кăçал манăн Шăмăршă вăрманĕнчен пӳртлĕх вăрман кăларасчĕ (выхлопотать бы). N. Халĕ халăхсем хушшинче халап нумай çӳрет: çĕр кăларса валеçес, теççĕ. || Обнаруживать, выказывать. N. Ял-йышĕсем укçине кăларасса кĕтеççĕ, анчах çук укçа, тухмастех, укçа илсе килни ниçтан паллă мар (совсем не видно, чтобы он приехал с деньгами, нажитыми на стороне). || ТХКА 108. Мана хăратас. Разглашать. N. Çын çине сăмах ан кăлар. Чăв-к. Тăвансем, тантăшсем! Эпĕ усал каланă пулсан, кăларăр çакăнта. || Издавать. N. Çапла туни малашне те халăхсăр пуçне çĕнĕрен закон-мĕн кăлармасса сăмах пани пулать. N. Бюрократия, халĕ хăй майлă çынсене Думăна кӳртме суйлас умĕн, тĕрлĕ çĕнĕ йĕркесем кăларан пек турĕ. || Исполнять (напр. музыкальную пьесу, декламацию и т. п.). || Взорвать. В. Олг. Каран çортая вот тивертсе кăлармашкăн ярнă салтака (в подкоп). || Лить, источать. Ст. Яха-к. Тата унта хăшĕ, тепле çуна айне пулнисем, халăхран катанарах кайса, сăмсисенчен юн кăларса тăраççĕ. || Выдумать, ввести в употребление и т. п. БАБ. Унччен пирĕн ялсенĕн нимĕскерле киремет таврашĕ те çукчĕ, тет; вара çак чăваш, пирĕн ялта пурăна пуçласассăн, пирĕн ялти киреметсене пурне те кăларнă, тет. || N. Çав сăмахран вăлсем, ухмахсем, халап кăларнă. || Сделать, создать. Задонский. Шуйттана та çылăх шуйттана кăларнă (сделал диаволом). N. Асла кăлар. || Создать. ПВЧ. 104. Пирн пуç çĕнчи (= çинчи) йăвăр хуйха курайман тăшман кăларчĕ. || Добывать. N. Ăçтан кăна кăларат! || Устроить (дело). N. Ĕç кăлараймарĕ. Дело сделать, дело устроить не смог (напр., ходатайство не удалось). || Выделать. С. Тим. † Пирĕн хĕр пит маттур: виçĕ çурăм йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Качал. Пĕр юмана касăп та, икĕ такана кăларăп икĕ пулене тăвăп. (Йĕкел). Якейк. Ку крешрен çичĕ хăма кăларас, теп (хочу). N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах (на одну ногу) çăпата кăларчĕ. || Делать выступом. Альш. Елшелин урамалла крилтса кăлараççĕ (так, что оно выступает на улицу) пурин те. Ib. Пӳрт умĕнчен урама кĕрилтса кăлараççĕ. || Амалăх-Кипеней. Хытă кăларакан чул, хорошо мелющий жернов. || Выкашивать (о косе). Альш. † Ман çаваçăм вырăсла: вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. || Уговорить девушку выйти замуж за себя. Юрк. Ачăрсем те маттур, йĕкĕт, теççĕ, мĕшĕн кăлараймастăр савнине. || Разобрать. N. Анчах вĕсем вăл çырăва (надпись) пĕри те кăларайман (не сумели разобрать). || Орау. Вырăсла пĕр сăмах та кăлармасть (говорит по-чувашски чисто). || Произносить. Альш. Калаçма та тутарсем манерлĕрех кăларса калаçатчĕç калаçнă сăмахĕсене (они). ТХКА 62. Ман арăм пăртак çармăсларах кăларать сăмаха, мĕншĕн тесен эпĕ арăма Атăл хĕринчи Шамал патĕнчен илнĕ. || В качестве вспомог. гл. N. Пĕр-икĕ станция (= стантсă) та иртмерĕ пулĕ, эпĕ хай хаçетĕме часах вуласа кăлартăм (прочитал). Альш. Авă пирĕн паян хыçалти пӳртрĕ çăкăр пĕçерсе кăларнă (испекли) — ăшă; çавăнта тухса выртар. Цив. Лаши кутне çавăрчĕ те, тапса, пуçне шăтарса (пробив), мимминех сиктерсе кăларчĕ (вышибла мозг). Юрк. Тепĕр ырă памĕтник умне чарăнсан, ун çинчи çыруне вуласа кăларчĕ (прочел).

кăларса ил

вытащить. Орау. Укçана эп кăларса илнĕ пуль, тесе, хăрарăм. || Жениться, взять невесту украдкой (без ведома ее родителей). Тиханьк. Юрк. Эпĕ сана вăрттăн кăларса илĕп (увозом). БАБ. (Надев на голову пудовку) хапхаран пĕр çакланмасăр тухсан (не задевая за столбы), арçын пулсан, арăмне кăларса илет (женится украдкой), теççĕ; хĕр пулсан, хăй тухса каят (выйдет замуж самокруткой), теççĕ. (Гаданье в «çĕнĕ çул каç»). Альш. Вăрласа илес, кăларса, тет: апла хулăн (вено) пама нумай кирлĕ мар, тет.

кăларса яр

выпустить, выгнать; уволить, рассчитать N. Кушака тахăшĕ кăларса янă. Кто-то выпустил кошку. Якейк. Эс хăвăн тарçуна кăларса ятăн-и вара? Разве ты рассчитал своего работника? || Развестись (с женой). N. Упиран исе кисе, кăларса ячĕ. Привез жену из убей, и (через некоторое время) развелся. || Проговориться; пустить слух. Сред. Юм. Пĕр охмахĕ: çĕр çавăрнать, тесе, кăларса янă та, он хыçĕнчен порте: çĕр çавăрнать, теççĕ. Çĕр çавăрнать поль-и о... (Из обывательских разговоров). || Начинать играть, выпускать карты (в игре в карты). Сред. Юм.

кăлкан

(кы̆лган), ковыль перистый, stipa pennata L., Рак., Кайсар. № 20. Кăлкан. Çаранта ӳсет. Рак. Кăлкан —уяра хăпарат, йĕпене лăпчăнат. Хурамал. † Çӳлĕ тусем çинче тĕм-тĕм кăлкан, çил ăçталла вĕрнĕ, çавăнталла. Пазух. Эп пыраттăм урампала, пĕр хĕр тухрĕ тухьяпа: çӳçĕ-пуçĕ кăлкан пек, пичĕ-куçĕ хĕвел пек; шăмми-шакки илемлĕ, пĕвĕ-сийĕ хĕп-хĕрлĕ. СПВВ. ИА. † Виçĕ пăт тулă акрăм та, шак кăлкан пусса каяйчĕ; виçĕ ача амăшĕ пултăм та, пĕр пĕччен тăрса юлмалла пулайчĕ. Юрк., Кăлкан пек чăлт шурă старик. N. † Çӳлĕ ту çинче, ай, тĕм кăлкан, кĕмĕл уканăн, ай, курăнать. С. Дув. † Атăл леш аяаккине пӳрт лартрăм, шурă кăлканпала мăкларăм. Баран. 13. Çаран çинчи лăпкă çил шур кăлкана хумхатать. Алешк. † Пĕр çулхи хурăн çурта пек, тăлăх ача, çӳçĕ шурă кăлкан пек. Сунтангул. † Çӳлĕ ту çинче шур кăлкан, çил ăçта вĕрнĕ, çавăнта; ай-хăй, пуçăм, çамрăк пуç, турă ăçта çырнă, унталла. Каша. † Вăрăм, чăрăш тăрринче кăлкан кĕвви калаççĕ. Слеп. Ах, лашаçăм кăлкан пор (лаша ячĕ?).

кăлт

(кы̆лт), подр. быстрому расколу хрупкой вещи. Ст. Чек. Шорк. Тăм чашкă пĕтĕмпе хавшаса çитнĕ, тытсанах кăлт катăлса килет (обламывается). СТИК. Кленчене алмаспа кассан, кайран катса пыраççĕ те (обламывают), вăл: кăлт, кăлт! туса (с особым звуком) катăлса пырат. Ib. Çемçе сахăр кăлт катăлать. Ib. Чӳлмек кăлт çуралса карĕ (напр. от жары, — «от легкой причины»). || Подр. толчку, биению сердца и пр., моментальному движению. Ст. Чек. Чĕре кăлт-кăлт сикет (обыкновенное биение сердца, которое слышно, если приложить руку). Шорк. Тырă толтарнă каткана çĕрте аран кăлт-кăлт! сиктерет (подвигает толчками, не поднимая). Образцы 64. Пирĕн çамрăк чĕре кăлт та тумасть (= хуйхăрмасть, шутламасть), пуçа йывар шухăш ӳкмесен. Срв. Кăмак-к. Хăт те тем кала вăл çынна, хăлт (хы̆лт) та чĕнмест (и ухом не ведет; ему хоть бы что). Erigitur, subrigitur (mentula). Тип-Сир. Вырăсĕ (муж ее) ăна: тăлăп, тесе, качака тирне мăйракисене çӳлелле (subrectis cornubus): кăлт! тăратса, тăхăнтартса янă. Ск. и пред. Ib. Ăна курсан, чĕрисем хытă кăлт-кăлт сикеççĕ. ППТ. Пĕшкĕнеççĕ (нагибаются) те, пурте тутисене кăлт-кăлт сиктереççĕ (шепчут, шăппăн кăна калаçаççĕ). Ib. Карм. Шыв çинчен пĕр япала юхса пынă чух: кăлт! кăлт! сиксе пырать (слегка колышется). Буин. Кăлт-кăлт! сиксе пырать. (Прыгание саней по дороге). Изванк. Çăл кутне пырсан, виç чĕрессипе те шыв ăсса лартаççĕ те, вара çĕн çын пĕр чĕрессине кăлт (слегка) урипе тапса, шывне тăкса ярат. ТХКА 36. Вăл пурнакан пӳлĕмре электрицă çунать. Кăлт пăрать — ламппи йăлт! çутăлать. Альш. Шыв турттаракан тĕртсе пăхат та, чул кăлт та тумас (и не трогается). тет. || Подр. клохтанью курицы. Кăмак-к. Чăх: кăлт, кăлт, кăлт! туса çӳрет (посма ларасшăн, клохчет). || Немножко. ТХКА 88. Куçсем курмалăх анчах халата кăлт уçса пăхса лараççĕ (татарки). Алик. р. Кăлт пăртак пар-ха! Нюш-к. Мана эс кăçал тырă кăлт пар-ха! В. Олг. Пура пуранă чох пĕр плотникĕ каларĕ: пренине кăлт контарах тĕкĕр-ха (суньте)! терĕ. Шибач. Кăлт тортрăм та, татăлса кайрĕ. Сред. Юм. Пирĕн сорăхăн пĕр тĕлте кăлт шорă пор (есть небольшое белое пятно). Ib. Кăлт шорă сăн кĕнĕ. Немного (чуточку) побелело. Ib. Он пик кăлт-кăлт япала тыткалама пуçлаччинех пĕтсе тăрать те о.

кăлтăр

(кы̆лды̆р), подр. стуку некоторых вращающихся предметов, а также звукам, напоминающим этот стук. Иногда употр. в качестве гиперболы. N. † Аякра аслатисем авăтаççĕ (гром), кăлтăр-кăлтăр сассисем илтĕнет. N. † Кăлтăр-кăлтăр урапа, кăлтăртатса пыраят. (Хĕр йĕри). N. † Кăлтăр-кăлтăр урапа, ăçта каян урапа? Сред. Юм. Кăлтăр-кăлтăр-кăлтăрр! Арласа, толтара пынă йĕке (веретено) пĕтĕрнĕ чохне çĕре лексен, çапла сас илтĕнет. Шорк. Кĕпер урлă кăлтăр-кăлтăр (здесь: кŏлдŏр-кŏлдŏр) тутарса каçса карĕ. Ядр. † Кĕмĕл çĕрĕ (кольцо) варличчĕ, кăлтăр кусса тухинччĕ, çуна çине укинччĕ. Чăв. йум. 1919, 10. Çăмха (клубок), кăлтăр-кăлтар туса, вăрман сукмаккипе кусса кайрĕ. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ варлăм пор, кăлтăр косса тохинччĕ, ман порняя (= пурнене) кĕринччĕ. Ала 87°. Пĕр ылттăн çăмарта (яйцо) сиксе тухрĕ те, кăлтăр! Иван патша патнелле кусса карĕ (звук от вращения). Собр. Кăлтăр-кăлтăр кăткă тĕми (муравейник), симĕс кайăк упăшки. (Кăркка аçи). Сала 227. Кăлтăр-кăлтăр кăткă тĕмески, майра акайăн упăшки. (Тăвар килли).

кăлтăрмаç

(кы̆лды̆рмас'), диск; волчок. || Дырчатый кружок пахтальной мутовки, назыв. «уйран хурси». М. В. Шевле. || Диск вообще. Тюрл. Кăлтăрмаç пек кусса кайрĕ. Сред. Юм. Кăлтăрмаç — круг, деревянный или металлический и пр. любой величины. Ib. Кăлтăрмаç — çаврака патак пуçне кĕске татсан калаççĕ. Ib. Орапа кăлтăрмаçĕ = колесо [телеги]. || Колесо. Бур. Тюрл. Кайри орапа кăлтăрмаçĕ, малти орапа кăлтăрмаçĕ. Орапа, кайри-малти, пĕр йĕрпелен коссассăн, лашана çăмăл. (Послов.). Янтик. Кăлтăрмаç — пĕчик урапан кускăçĕ (пĕчик çаврака кускăç). Сред. Юм. Хултăрчă кăлтăрмаçĕ (кружалка скальницы) тесе: хултăрчă валĕ семлехлĕрех çаварнтăр, тесе, тăхăнтаракан кăлтăрмаçа калаççĕ.

кăлтăрмач

кăлтăрмачă, то же, что кăлтăрмаç. N. Ак хăш чухне кăлтăрмачă (волчек) яратăн. СПВВ. Кăлтăрмач, хултăрмач. Ст. Чек. Кăлтăрмачă — волчек (диск с отверстием, в которое пропущена отвесная ось, при верчении тремя пальцами или ладонями — «кăлтăрмач» вращается очень быстро). НИП. Кăлтăрмачă, волчок (в одном гов. — вальчак) N. Çав çурса кăларнă сурпана икĕ енчен те сĕрсе (воском) çурта пек пĕтĕреççĕ те, кăлтăрмачă пек (спиралью) çавăрса, пĕр вĕçне вут тивĕртсе, чăкăт çине лартаççĕ.

кăлтăрт

(кы̆лды̆рт), подр. звуку неправильно поставленного жернова. СТИК. Арман чулне аван лартаймасан, вăл авăртнă чухне кăлтăрт, кăлтăрт! туса çавăрнат. Арман чулĕ пĕр хĕррипе хытă хырăнат, тепĕринпе кăшт кăна тивет, вара: кăлтăрт-кăлтăрт! тунă пек илтĕнет. (Выражает звук; производимый жерновом при неправильном верчении). Шорк. Çăнăх каткине урайĕнче кăлтăрт-кăлтăрт сиктерет. || Нюш-к. Кăлтăрт (кŏлдŏрт)-кăлтăрт! кăрăн-кăрăн! крик птицы кăрăпчак. См. кăрăк. || Тихо и без шума. Ст. Чек. Кăлтăрт туса пăрахнă (сделал что-н.) ерипе, ĕçе сас-чĕвĕсĕр туни. || Быстро, живо. Ст. Чек. Кăлтăрт кайса кил! Ib. Ав Ваççук — кăлтăрт кайса килчĕ. Ib. Кăлтăрт савăрса илчĕ.

кăлтăртат

(кы̆лды̆рдат), гл., показывающий подр. стуку некоторых вращающихся предметов. СТИК. Урапа кăлтăртатса пырат. (Печĕкçĕ урапа тикĕс çĕрте кусса пырат пусан, унăн сасси питех шултăра пулмаст, пĕр еррипен кăна кусса, кăлтăртатса пырат. Пысăк урапа тикĕс çĕртен хытă кусса пырат пусан, тата вăл урапи питех тĕреклех мар пусан, е çулĕ пит хытă пусан, кăлтăртатса пырат пулат) КС. Укçа кăлтартатса кусса карĕ (покатилась); то же и в Сред. Юм. Епир çур. çĕршыв. 18. Ункă (назв. реки) çинче арман пĕвисем пур; пĕвисем патĕнче армансем кăлтăртатса авăраççĕ. || Греметь. Ал. цв. Вăрманта аслати кăлтăртатнă пек, ахăлтатса кулнă сасă илтĕнсе каять. Изамб Т. Аслати кăлтăртатат. Хăр. Паль. 32. Кăлтăртатнă сасă илтĕнет. Альш. Акă çичĕ-сакăр лав умлă-хыçлă кăлтăртатса килеççĕ. || Ворковать (голубь). Изамб. Т. Кăвакарчăн кăлтăртатат. АПП. † Кăвакарчăн кăлтăртатат, симĕсĕн-кăвакăн курăнат. || Кулдыкать (об индюке). Якейк. Пыркка аçи кил хошшинче кăлтăртатса (кы̆лды̆рдатса) анчах çӳрет.

кăлтăртик

(-δиык), подр. звуку колеса с переломленным в одном месте ободом. СТИК. Начар урапа, унăн тукунĕ (= тукăнĕ) пĕр тĕлтен татăлнă пусан, кăлтăртик-кăлтăртик! туса уксакласа кусса пырат. Калтăртик-калтăртик! туса кусса пыни те çавах та, анчах ку сасă шултăрарах.

кăлтăрт-кăлтăрт

подр. звукам нешинованного колеса с переломленным в одном месте ободом. СТИК. Шинсăр урапа, унан тукунĕ пĕр тĕлтен татăлнă пусан, уксакласа, кăлтăрт-калтăрт! туса пырат.

кăмака

(кŏмага, кы̆мага), печь, печка. Виçĕ пус. Кирек мĕнле çунакан япалана та, çунтарса ярсан, унтан кăмакара кĕл юлать. N. Çĕнĕ çынĕ кăмака умĕнче тăрать вара. Унтан салам парать, кăмака умĕннелле (так!) лапчăна-лапчăна пырса. Сятра. Кăмакара йĕп сикет. (Коршак вĕрени). Сред. Юм. Ĕлĕххи кив пӳрт кăмакисĕне тунă чохне пĕтĕм ратне халăхне пуçтарса тунă; çав кăмака тунă тессине: кăмака çапнă, тенĕ. N. Эпĕ пӳрте кĕтĕм те, кăмака патне ăшăнма кайса тăтăм. КС. Пичĕ кăмака пек унăн (здоровое, толстое). Букв. 1904. Кăмака çинче кĕç темĕскер пăшăл-пăшăл тунине илтех каять. КАЯ. Унтан тата атте, пĕчĕкрех хуранпа ширпе (шӳрпе?) йăтса килсе, кăмака кутне лартрĕ. Пшкрт: кы̆мађа ты̆ђас — подбросить дров. Якейк. Паян, вот чĕртме хăтланса, чон тохрĕ, кăмака теме (почему-то) тортмаçть (не тянет, нет тяги). Ib. Çипе кĕллесен, кăмакая хăваççĕ. — Эп паян çип кăмакая хурăм та-ха. — Çипе кăмакая паян хусан, ыран ир кăлараççĕ. (Кăмака пĕре сивĕниччен) пиçимасан, тепĕр хут хăваççĕ. || (Одна) топка. Юрк. Пĕр кăмакара. (за один раз) 10 çăкăр та ытла пĕçерме пултараççĕ. Орау. Мулчана виçĕ кăмака çунтартăм та, çапах ăшши пулмарĕ (сожгла три истопели дров, одну за другою). || Подобие печки. Якейк. Эпĕр паян çыр хĕрне (= хĕррине) кăмака авăтса вот хотăмăр. Мы сегодня вырыли на берегу речки печку и затопили ее. N. Кăмака пек (о толстых бабах). См. юшка (льушка), мăрье (тăрпа, трупа), пултар, çунтар, вут чăрт, вут хут, тĕнĕ, турчăка, мелке, вучах.

кăмака тăрри

пространство на печке. Орау. Пĕр аллă çулалла çитсен (годам к пятидесяти), кăмака тăрнеллех пăхаççĕ-çке (норовят лежать на печи).

кăмăл

(кŏмŏл, кы̆мы̆л), сердце (в переносном смысле), средоточие человеческих чувствований. N. Уçă кăмăлпа савăнса пурăннă. БАБ. Аттен кăмăлĕ вара çав сăмахсемпе çаврăнчĕ те, кĕпене тăхăнса ячĕ (т. е. он поддался убеждениям). N. † Чĕнтĕрлĕ кĕпер — юман кашта, унăн айĕсенче кăвакал; кăвакал та лартăр, хур та лартăр, ан юлтăр-и кĕперĕн кăмăлĕ! ЧП. Сарă кăтра çӳçĕме ӳстертĕм лавккари йăс (= йĕс) тура кăмăльшăн. Ал. цв. 1. Кăмăлăр мĕнле кученеçе савать, эпĕ сирĕн валли çав кучченеçе илсе килĕп. ЧП. Çамрăках та кăмăлпа кулса яр, манăнах та кăмăлма уçса яр. N. Вĕсем ачи-пăчине: эсир чӳкленĕ вăхăтра пĕр-пĕринпе ан вăрçăр, епле те пулса çемçе кăмăлпа çӳресе ирттерĕр, тесе, вĕренте хураççĕ. N. Ăшĕсенче усăл кăмăл тытакан тĕрĕс мар çынсем. N. † Сан кăмăлă епле-тĕр, ман кăмăлăм сана туртатĕ-çке. N. Кăмăла çын çумне çыпăçтар (влюбиться). Образцы 102. Савап, тесе, мĕшĕн улталан, кăмăлăнта пулмасан? N. Çакă çамăрк хуçа арăмне пурте пит кăмăлтан (искренно) савса юратнă. N. † Çак ыр хоçа кăмăлне йори килтĕм йорама. Сĕт-к. † Эпĕр çиччĕн пĕр тăван, çич çил армань лартрăмăр; çич çил армань хошшине йĕсрен кĕпер хурăмăр (= хыврăмăр); йĕс кĕперĕн варрине кĕмĕл йопа лартрăмăр, кĕмĕл йопа кăмăльне çичĕ пăчăр пырса лар(ч); çичĕ пăчăр пыршинчен чĕн тилкепе хотăмăр. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаши хортлатать. Кайăр контан, хора, хĕрсем, килĕр конта, сар хĕрсем! ай, мочай, хватьяр яр, хватьяр яр та, хĕрне пар. Якейк. Кăмăлна йăвăр илнĕ полсан та, паянхи кон çавăр! Хотя ты и сердита, но забудь это на сегодняшний день! N. Вăл чашка ак епле кăмăлĕсемпе тăваççĕ. ТХКА 58. Çапах кăмăл выçă вара ман. Пурне те ярса илесшĕн эпĕ. || Желание, сердечное предрасположение. РЖСК 2. Ватă (старик) вĕсенĕн кăмăлне тунă (исполнил). Кĕвĕсем. Хăта ярса хăтапа килмесен, вăрласа илес кăмăлăм пур. Собр. Çула çӳрес кăмăлă пулсан, хăнтан вунă хут лайăхрах юлташ тупса кай, теççĕ. (Послов.). Тоскаево. Кăмăл килен пĕр турам, кăмăл юлан çĕр турам, теççĕ. (Послов.). Собр. Кăмăл турам — пĕр турам, теççĕ. (Послов.), ГТТ. Ман кăмăлпа вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Ск. и пред. 95. Мĕншĕн манăн камăла, çав юлашки кăмăла, тумарăн-ши, аттеçĕм? СРОВ 5. Ашшĕ унăн (ее) кăмăлне хирĕç пыман (не препятствозал). Юрк. [Пихампар] чун-мĕн çуралсанах, ăна ăс панă, кăмăл, хастар паyă. И. Е. Ефим. Ку çыру хыççăн тата ярас (послать) кăмăл пур, N. Мĕн чухлĕ пама кăмăлĕ пур? За сколько хочет он отдать? N. Хăй кăмăлĕ хыççăн кай. ЧС. Ĕнтĕ хăй кăмăлĕ: вилет-и, юлат-и — кайса пăрахас перех хутчен (т. е. если он сам хочет, так все равно, пожалуй, отвезти что-ли его в больницу — умрет ли он там, или выздоровеет). Пир. Йал. Вăл ял халăхĕ кăмăлпа памасан, районри çĕр комиççи урлă ыйт. N. Кăмăлпа тунă ĕçре хăвалани вырăна килмест. N. Пурте ку ĕç кăмăлпах (добром) иртсе каять пулĕ, тесе, шухăшланă. N. Парсан, ырă тăвас кăмăл пур; памасан, усал тăвас кăмăл пур. (Сĕрен). Альш. Кăмăлĕсем пурин те уччилнире. Конст. чăв. Эпĕ вăсене пĕтĕм ялтан-йышран салам калăп; вăсем те, кăмăлĕсенче пулсан, салам каласа ярĕç хурăнташĕ-ăрăвĕсене. Якейк. Кăмăлне кирлĕ таран вăл паломми толтарчĕ (сколько ему угодно было, столько нарвал). Трхбл. Ĕнтĕ кăмăлăр пысăк, кăмăлăр пысăк (ваши сердечные запросы, требования велики); кăмăлăр юлсан епле тупам-ши? Юрк. † Сарă хĕр, сирĕн кăмăлăр пит пысăк, кама каяссине пĕлетре? Хурамал. † Çынсен кăмăль (запросы) пит пысăк; эпир уна кӳрес çук, кӳрсен, кӳрĕ ырă çын. ЧП. Кăмăлăрсем пысăк (вы горды) — юраймăп. Тим. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! кăмăлăрсем пысăк пулсассăн, пирĕн, тус тусассăн, урăх та пур (найдем другого друга). || Свойство характера. N. † Манăн кăмăлăма эсĕ ху та чухларăн пулĕ, апла çынсене эпĕ питех мухтамастăп. N. Кăмăлĕ аслă унăн. ЧП. Йăвăр сăмахăра ан калăр: кăмăлăм çемçелчĕ, чăтаймăп. Собр. † Акка, санăн кăмăлу пит аван, мĕн курассисене пĕлетре? Юрк. Вĕсем те ăна, усал кăмăлне пĕлсе, кахала, нимĕн те памаççĕ. Хора-к. Кăмăла кора тор парать; (Поверье). Н. Пинер. Кăмăла пысăк тытсассăн, кăмăла çилпе хуса çитес çук. (Послов.). Юрк. † Кăмăлăр лайăх — юрлаймăп. Якейк. † Кĕмĕл çĕрĕ кăмăлăм; тохса, ӳксе çохаласран ыр хĕр илсе тăхăнинч. (Солд. п). Н. Карм. † Манăн кăмăлăмсем пит хытă мар, часах юлĕ, сиввĕн пăхсассăн. || Настроение. Иревли. Халĕ ĕнтĕ куратăпах (непременно увижусь), тесе, хуларан тухса кайрăм, кăмăла çĕклентерсе. Е. Орлова. Манăн паян кăмăл лайăх. У меня сегодня хорошее настроение. N. Ачасен кăмăлне (кăмăлĕсене) ан пăс. Не расстраивай (не обижай) детей. || Удовольствие. ТХКА 23. Этем ӳтпе тăрăнса ларап та эпĕ, юн сăхатăп; ман мĕн пур кăмăл çавăнта, тет сăвăсĕ (клещ). || В зн. послелога. ЧП. Юрлассăм килсе юрламастăп, пĕр сирĕн кăмăлшăн (ради вас) юрлатăп. Якейк. Эп çакăнта ма килтĕм? — Пичипа инки кăмăлне.

кăмăл кайни

amor, delictio, любовь. С. Айб. † Савнă тусăм çырланăн курăнать, те чун савса кăмăл, ай, кайнăран. Тим. † Çав пуянăн сарă ачине, ай-уй, кăмăл каят, чун сават, пӳлас çук çав эпир пĕр çĕре.

кăмăл кур

питать добрые чувства, сочувствовать, сострадать. Ст. Чек. Çыннăн кăмăлне курса пар та (напр. взаймы), унтан вара хыçĕнчен тек çӳре! Ал. цв. 1. Аслă хĕрĕсене те вăл пит юратнă, анчах чи кĕçĕннине тата ытларах кăмăл курнă. || Привечать, принять радушно. Ск. и пред. 37. Пурне те Мăншыв кăмăл курать, пурне те ярать, хăй хăни туса. || Найти сочувствие. N. Этем хушшинче кăмăл кураймасăр (не найдя Сочувствия) вăл пĕр пушă хуралтă шыраса тупнă. Çапла шăнса вилес патне çитсе, этемрен мар, йытăран та кăмăл тупаймасан, этеме хурлăхлă пулмалла. || Пользоваться сочувствием. N. Çаксенчен сыхланса пурăнсассăн, чăн тӳррипе намăслă çын пулăн, пур çын умĕнче те кăмăл курăн. || Угодить, снискивать расположение. ЧП. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм, сирĕн кăмăлăра курасшăн. Альш. Ку ирĕксĕр, тăванĕсен кăмăлне курса (в угоду родным), ĕçет.

кăмăллă

добрый; симпатичный, приятный. Юрк. † Урпанăн сăрисем, ай, кăпăклă, пирĕн çак тăвансем кăмăллă (добрые). Ib. † Сирĕн сăрăрсем хăмлалă, килĕре килнĕ хăнăрсем кăмаллă. Скотолеч. 3. Кăмăллă (смирная и пр.) лаша пынă çĕртех чарăнсан... СТИК. Пĕр те çын кăмăллă çын мар (человек не возбуждающий к себе симпатии, недобрый), кашкăрла пăхат (нелюдим, дик). || Ласковый, любезный. Пшкрт. и др. || Каша. Кăмăллă кун, приятная погода. || Пшкрт. Кăмăллă çын, любезный, любящий человек. || Довольный. Юрк. Митюк, тепле ĕçлеме ӳркенсен те, пăрачĕ (брат) пулăшнипе пăртак кăмăллăрах çӳрет. || Приятно. Ст. Шаймурз. † Юрла-юрла ĕçме кăмăллă (приятно). С. Алг. † Урайăрсем тикĕс пулсассăн, çӳпписене шăлма кăмăллă. N. Вара çăварăмри сăмахăмсем, ăшăмри шухăшăмсем ялан санăн умăнта кăмăллă пулĕччĕç. N. Манăн юррăм ăна кăмăллă пултăр. N. Халĕ эпĕ хам та, чипер йĕркеллĕ пурăнсан, питĕ кăмăллă пурăнатăп (т. е. мне всего хватает, я не тужу). || Сердечно. N. Пĕр хăй шухăшланă кун, ирхине ирех, кăмăллă асăнса, пĕр чукунпа пăтă пĕçереççĕ. || Ласково. Сред. Юм. Хăй патне хăнана кайсан, пит кăмăллă пăхать. N. Кăмăллă поплет. Говорит ласково.

кăмăл çемçелни

умиление. Ашшĕ-амăшне. Кăмăл çемçелсе кайнипе хĕрĕ мĕн каланине, пĕр сăмахне те сиктермесĕр, илтелесе ларнă.

кăмăл тулни

удовлетворение, довольство. См. сăптăр. Емельк. † Лартăм атте-анне килĕнче, атте-анне кăмăлĕ туличчен те, хам (надо: хамăн) кăмăл тулмарĕ. Пазух. Ай-хай пĕр аттеçĕм, пĕр аннеçĕм, куçпа курса кăмăлăм, ай, тулмарĕ! ТММ. Пулчĕ! кăмăл тулчĕ. Янтик. † Эпирех килтĕмĕр — кил тулчĕ, çак хăтанăн кăмăл тин тулчĕ. ЧП. Утăн юлнă кăмăлĕ тулмĕ-шин? Туй. Ей хăта, тулчи кăмăлăр? тет. Кунтан (ытла) сăмахăм çук, тет. N. † Сирĕн юлнă кăмăл тулмĕ-шин? Не заглажу-ли я свою вину против вас? Альш. † Калас сăмаха калаймарăм çамрăк кăмăл тулнăран. Бугульм. † Такçан килмен тăван(çăм) халĕ килчĕ, тахçан юлнă кăмăлçăм тин тулчĕ. N. Хур курнă чух, инкекре чух, хăваланă, хĕсĕрленĕ чух, манăн кăмăлăм тулса тăрать; мĕншĕн тесен эпĕ хăçан халсăр, çавăн чухне хăватлă. N. Унпала кăмăл тулса тăрать, пит-куç савăнăçлă çӳрет.

кăмăл хуç

подействовать на душевное настроение, растрогать. Конст. чăв. Эпĕ юриех ку Никанорăн чĕрине тивертсе, кăмăлне хуçса пулми-ха, тесе, калаçнă чухне ялан, май килнĕ вăхăтра, «кукка» çине «кукка» хуратăп (все называю дядей да дядей) || Расстраиваться. Альш. † Мĕшĕн эсĕ, тăванăм, йĕретĕн, çамрăках та кăмăлна хуçатăн? (расстраиваешься). Ib. Пĕтĕм кăмăла хуçать (пение в школе). || Обижать, огорчать. Изамб. Т. Эпĕ сăра ĕçме кайсассăн, сĕтел хушшине ларнăччĕ. Пĕр ват çын пычĕ те: эс çамрăк-ха, унта(н) тух, тесе, манăн кăмăла çынсен умĕнче хуçрĕ (обидел, осрамил). || Склонить (кого к чему). Йерк. 153. Ашш(ĕ)-амăшĕ хашкаса кĕрсе тăчĕç ун умне (перед нею), ӳкĕтлесе, ятласа хуçаймарĕç кăмăлне.

кăмăл хăвар

причинять обиду, неприятность; обижать. N. Пĕр-пĕрин кăмăлне ан хăварăр. Кĕвĕсем. Ăçта каян, тăванăм, пит васкаса, ман кăмăлăмсене хăварса? Ib. Виçĕ çавра юрă эп юрласшăн: хăвараймăп тăванăм кăмăлне. П. Пинер. † Хăста (= ăçта) каян, тăван, васкаса, килнĕ кăмăлсене хăварса? Ст. Шаймурз. † Ăçта каян, тăван, пире пăрахса, пирĕн кăмăлсене хăварса? ЧП. Хăварас мар хуçин кăмăлне! Микушк. Çын кăмăлне хăвариччен, ху кăмăлу юлтăр, теççĕ ваттисем.

кăмăлча

то же, что пăлчав. Моргоуши. Кăмăлча карĕç. Поехали к родителям невесты уговориться, на какой день назначить свадьбу. НАК. çураçсан кайран (после сватовства), пĕр-икĕ эрнерен, кăмăлча илеççĕ. Ун чухне вĕсем (отцы жениха и невесты?) туйне минçе ернерен, епле кун тăвассине чистах калаçса хураççĕ.

кăмăрттин арман

«мельница-гремушка» (в сказке.) СКАЗЗ 31. Çав-çав çĕрте, çав çĕрте кăмăрттин арман пур; пĕр енчен сим юхать, пĕр енчен пыл юхать, пĕр енчен тĕрлĕрен ĕçме-çиме юхать. См. Ib. 32. Описка вм. кăлтăрттин?

кăмкан

(кы̆мган), кумган (назв. сосуда для мусульм. омовений). См. кункал. ГТТ. Кăмкан пек янтаратса кăшкăрать. Кричит гнусаво (как в кумган). || Рукомойник. Хĕн-хур. Кăмкан панче кирĕк хăçан та пĕр кивĕ кипкерен тунă хап-хура алшăлли çакăнса тăнă. Хурамал. Ăна хупнă пӳртрĕ кăмкан пулнă.

кăмрăк яни

(-νиы), назв. гаданья. Сред. Юм. Кăмрăк яни. Çĕнçол çĕрĕ (в ночь на новый год) чашăк çине шыв яраççĕ те, пĕр енчен тенкĕ, тепĕр енне çăкăр, виççĕмĕш енне кăмрăк, тăваттăмĕшне тăвар хôраççĕ. Шыв çине кăмрăк татки яряççĕ те, шывне пôлхатса яраççĕ. Вара çав кăмрăк тенкĕ тĕлне ларсан, пуян поласса пĕлтерет, тет; çăкăр тĕлне, ларсан, тыр пôл пит акса тăвассине; тăвар тĕлне пôлсан, хăйне хăй (так себе) пôрнасса; кăмрăк тĕлне ларсан, куйланса пôрнасса пĕлтерет, тет.

кăмсар

протягивать. Йерк. 52. Ак, утсемпе кустараççĕ пусара, пĕр ал (около 50) юлан (верховых) юнашарăн тапранса; çывхараççĕ пухă патне сиккипе — çаврăнмалла пуха тавра авалхисен йăлипе, вара тинех кăмсармалла парне патне алсене. См. хăмсар.

кăмтар

то же, что кумтар. Икково. Панклеи. Порнать, порнать Чип-Чип (имя девушки), пирсем тĕртекен полчĕ. Пир кăмтарчĕ. Пазух. Икĕ татăк улача пĕр кăмтарса тĕртнĕ пек. || Протягивать. Кан. Вĕсем урнă кашкăр чĕлхине вăрăм кăмтарма памĕç. Икково. Аллуна кăмтар. (кŏмдар). Протяна руку. Ib. Ыйткалакан аллине кăмтарса çӳрет (особенно — слепой). Иттяково. Аллуна кăмтар. Протяни руку (для получания чего-нибудь либо для подачи другим). Магазь. Пир кăмтарса лартрăм. Я натянула пряжу на станок (в др. диал. — «я натянула пряжу на сновальню»).

кăн-кăвак

синий-пресиний, синий-рассиний; пресерый. N. Хăй кăн-кăвак кавакарса кайнă, тет. Орау. Пĕтĕм пичĕ-куçĕ кăн-кăвак (= пичĕ куçĕ кăвакара-кăвакара тухнă). Вся рожа в синяках. СТИК. Кăн-кăвак сĕт = шĕвĕ (жидкое) сĕт. Ib. Епле ку сĕт пирĕн пит шĕвĕ, кăн-кăвак шыв кăна! Ск. и пред. 45. Мăй тымарĕсем ĕнтĕ кăн-кăвак. Г. А. Отрыв. Тĕсĕ (капталăн) кăвак пулнă, кăн-кăваках (его синили). Якейк. Паянхи пек сăнсăр, кăн-кăвак çанталăк нихçан та корман. (Хора-кăвак пĕлĕтсем пĕр çĕрелле похăнса тăраççĕ; страшное облачное небо ночью, осенью). Ib. Çăмăр кăн-кăвак тохрĕ. С горизонта поднимаются темно-синие тучи. Яргуньк. † Çынсан арăм пуласси кăн-кăвак шупăрпа, шурхса кайнă пыççипа. N. Сасартăках çанталăка кан-кăвак тискер пĕлĕт хупласа илнĕ. Сред. Юм. Кăн-кăвак, очень серый.

кăн

кăнн, подр. звону (теньканью)? Çиç. çиçрĕ кĕм. 68. Утнă чухне темскер кăн-кăн, тăн-тан тăвать вĕсен. || Подр. остолбенелому, изумленному взгляду. Урук. Кăнн! пăхса тăрать. || Подр. ошалелому взгляду. Орау. Пирн сасса илтрĕ те, хăлхасăрскер, сысна пек, кăнн пăхать. || Подр. звуку камня, брошенного с кнута. Орау. Чула пушăпа персе ятăм та (бросил камень с кнута), кăнн! (кы̆нн) туса карĕ (полетел со звуком). || Подр. звуку от плахи, кинутой через забор на жесткую землю (другой обозначил то же самое мимемой пăн). || Подр. остолбенению. Ачач 58. Ачасем вара, пĕр çĕре пуçтарăнса, кăнн! хытса тăчĕç.

кăнтар

(-дар), понуд. ф от гл. кăн; вытянуть, протянуть, натянуть; торчать. Сред. Юм. Мĕн пуçна кăнтарса тăран ôнта (вытягиваешь?), корман-и-мĕн эсĕ япала? Пазух. Манăн хура çӳçĕм кăтраччĕ, тура пĕлмесĕр те кăнтартăм. Хочаш., Качал. Ыйткалакан (нищий), панине илес тесе, аллине кăнтарать. И. Р. Роман. Аллуна ан кăнтар! теççĕ, пĕри çапма хăтлансан (= рукам воли не давай). Ib. Паракан аллине кăнтарать. Ib. Пуçтаракана, аллине кăнтарса пĕр татăк çăккăр парнĕ (= пачĕ). N. Ленин аллине кăнтарса тăрать (аллине тăсса кăнтарса тăрать, на памятнике). N. Пит вĕриччĕ, патнелле алла кăнтарсан (если вытянешь, протянешь руку), катаранах алла пĕçеретчĕ. Ефремова (Алик. р.) Парас çук-тăк, аллуна мĕн кăнтаран? Сред. Юм. Сăрана ăшă пӳртре лартнă та, кăнтарса янă (у него потерялся хороший вкус; у др. хытарса янă). Альш. Пуса тарасисем кăнтарса тăни курăнать вара (в таком случае) рамран. Шибач. Пир кăнтарса хотăм. ЧП. Варринчи çăл патне (вар. кутне) шур пир кăнтартăм. Чăв. йум. 1924, 55. Амаçури хĕрне пиррине кăнтарнă кумнă чухне йăнăш туса парать. СПВВ. Кăнтарса = кăмтарса. Тайба. † Татăк, татăк улача пĕр кăнтарса тĕртнĕ пек; çакă ялсен хĕрĕсем пĕр хурана кĕнĕ пек. N. Çӳлĕ çĕрте кăнтарса тăракан шĕчĕ (= шăчă) çил вĕрнине чăтаймасть. Альш. Пит çăмарти шăммисем тăраççĕ ик енче кăнтарса (у чуваш). Йуç. такăнт. 34. Аллине кăнтарсах тăрать. Хĕн-хур. 104. Итрен (имя мужч.) кăнтарнă пырать тукшана. Чакка (имя мужч.) чавкăнать çумри хушшалла. || Переносно — положить начало. Тюрл. Паян сохана кăнтарса хорас (надо начать пашню). N. Пӳрт никĕсне хускатнă (= кăнтарнă, т. е. стали делать; ака кăнтарнă (= акана тухнă). Г. А. Отрыв. † Шурă киçипрен (из бумажной пряжи) шурă пир эпĕ кăнтартăм, кăнтартăм та, куçран кăлартăм. Хочаш. Пирĕн çипе (пряжу) сӳре çине карнине кăнтарас теççĕ. || Убить, укокошить (заставить протянуть лытки). || Уговорить. Изамб. Т. Ача йĕне чухне ăна, кăнтарас тесе, япала (что-нибудь) параççĕ; вăл вара кăнат, йĕме чарăнат. Ск.и пред. 72. Атте-анне ухмах çав, мĕн каласа кăнтарас?

кăнтарăм

(-ры̆м), кусок. Макс. Чăв. к. I, 69. Шуки çип кăнтарăм (= кăчтарăмĕ) эп кăнтартăм, кăнтартăм та, куçран эп кăлартăм. Сред. Юм. Пĕр кăнтарăм пир (приготовленный к тканью) = пĕр тăрăх пир.

кăна

(кы̆на), только; исключительно. СТИК. Ун ячĕ кăна чăваш, пурăнасса вырăсла пурăнат. Он только по имени чувашин, а живет по-русски. Ib. Ку япалана ахальрен кăна, кăтьăр-катьăр тукаласа хунă. Этот предмет сделан очень плохо; только так себе, Ib. Ахальрен кăна кĕрсе тухам, терĕм. Я зашел так, от нечего делать. Ib. Клетки кăна тăрса юлнă. Остались одни кости да кожа. Халапсем. 29. Кувăн аттисем ман урана чух кăна (как раз в пору) пулмалла. Юрк. Хăш чухне тата çавăн пек хăй кăмăлне килнĕ кĕнекесене хăй вуланипе кăна мар, ытти çынсене те вуласа пăхма панă. Ib. Ĕлкĕрсен, эй çиме аван пулат-çке! — темĕн тĕрлĕ тутлă. Ăçтан кăна чăвашсем апла тума вĕреннĕ-ши! Ib. Унта эпĕ шăмăсем кышласа кăна пурăнăтăм (т. е. мне было-бы хорошо). Ib. Епле кăна тыррăмсене выртарса, анкартне кӳртем-ши? Ib. Кăна мĕн кăна тăвам-ши, хай пуçăм тата ырата пуçларĕ-çке? тет, тĕлĕнсе. Ялюха М. Ун пеккине кăна эп куркаланă ĕнтĕ (много я видел таких-то; гов. с пренебрежением). Альш. Ку ача ашшĕпе амăшне: çăкăр парăр, тесе кăна тăрат, тет (все просит хлеба). Лешсем ăна касса парса тăраççĕ, тет. Изамб. Т. Хăранипе чĕтĕресе кăна тăтăмăр (во время грома). БАБ. Каçхине çурçĕр тĕлĕнче кăна пырать, тет те, эл алăкĕсене, пырса, шакăртаттаратьчĕ, тет, эл тата etc. || Только что. Землед. Эпĕ чей ĕçсе кăна тăранначчĕ, трактире çынсем пухăна пуçларĕç. Хурамал. Пусас кăна, тенĕ чухне... || Употр. для большего оттенения той или иной черти. N. Лутра кăна хурăн, низенькая березка; хура кăна çын, красивый такой брюнет; пĕчĕкçĕ кăна, малюсенький; çамрăк кăна, молодой такой. (Некоторые слова являются характеристичными для отдельных говоров; напр., понятие исключительности выражается в них различно: анчах — чаще у верховых чуваш, çех, çеç, çих, çиç — у чуваш средней полосы, кăна — у южных, низовых; тулккĕ — у нек. низовых). Юрк. Пĕр начяр кăна пурăнакан чăваш та хăй ачисенчен пĕрне çыру вĕренме ярат. Ib. Малтан пăттин пĕçереççĕ, унтан тиркĕ çине ăссан, çу сапсан, калекпе пит лайăх кăна (как следует) пăтратаççĕ. С. Айб. † Лашана çапрăм лайăх кăна (сильно), старик тăрах юлчĕ! Альш. Вĕсем те Çерçикассийĕн вĕçнерех кăна пурăнаççĕ (ютятся у конца деревни). Никит. Пурне те питĕ кăна (очень даже) йывăр килчĕ (в засуху). || Иногда в песнях, как бы только украшает речь. Кубня. См. ытар. Альш. † Шăнкăр кăна, шанкăр шывсем юхать, шăнкăрчă чĕпписем шыв ĕçет. Ib. † Улма йывăç лас кăна (развесистая): турачĕсем вак кăна. Бел. Гора. † Çеçен те хирте çаврака кӳлĕ, çаврака кӳлĕре тăватă кăвакал; персех илĕттĕм амине кăна, тăкăнса юлĕ мамăкĕ кăна. ЧП. Хура кăна çĕлен эпĕ вĕлертĕм.

кăнтлаттар

идти особой походкой. Кан. Çитнĕ çитмен, «кăнтлаттарса» çыруçă патне çитрĕ те, пĕр пачкă хут кăларса и пр.

кăнтăр кунĕ

день (как светлая часть суток). Кан. Пурăшсем (барсуки) кăнтăр кунĕнчех курăнкалаççĕ. В. Олг. Кăнтăр конĕнче, днём. N. Кăнтăр конĕнче ялта пĕр çын та корас çок — тăп-тăрă. Шибач. Кăнтăр конĕнче, çутăлсан. Капк. Кăнтăр кунĕнчех çавăн пек хăтланаççĕ!

кăнтăрлаччентерех

приблизительно до полудня. Орау. Пĕр кăнтăрлаччентерех кĕтер-ха: килет-и, килмест-и? Унтан вара урăх кĕтмĕпĕр, кайăпăр. Ib. (Вăрмантан) ытла ир ан тухăр (вăрласа), кăнтăрлаччентерехех (почти до полудня) тăрăр; кăнтăрла таврашĕнче вăл (лесник) килте пулать, эсир вара пĕр хăрамасăрах тухатăр. (Из обывательских разгов.).

кăнчала

(кы̆нџ̌ала, кŏнџ̌ала), см. кĕнчеле. Орау. Кăнчалине кăрлаттарса (?) туртса ларать, пĕр карчăк (юмахран). || Прядево. КС. Пĕр кăнчала çăн, сӳс (приготовленное к пряже). СТИК. Кăнчала — сверток очищенной шерсти, приготовленной для пряжи (весу в нем около 1½ ф.). Б. Олг. Хоçа арăмĕ çăмне (с'ŏмн'э) тапса (похса?) тăрат тапнине, карян тĕркет кăнчалине такана ăшĕнче. Якейк. Эп анчах кăнчала туса çыхрăм (= тăпкаран сăйĕ-сăйĕпе илсе, тепĕр çĕре хораççĕ те, çана карян чăркаççĕ; кăнчала чăмăр, вăрăм полать). Б. Олг. Тыллаччĕ (коноплю) тылăпа... карян хĕрарăм она, хăнча ерçсен, шăртлат она, кăнчала туат... Потом вара арлат. Кăнчалапа яш арăм арлама каят поскиле.

кăнчăх

(кы̃н'џ̌ы̃х), свертываться от холода или жара (о листьях). Якейк. Йăвăç шулчисам пĕр каçра кăнчăхса ларнă (их свернуло, от холода или от жара). Ib. Орпа (ячмень) кăнчăхса ларнă (типсе, пуçне чиксе ларнă), тытнă-тытманах татăлса ӳкет.

кăп

встр. как усиление в превосх. ст. Урмай. Пĕр çыннăн тăватă ывăл, тăватăшĕ те кăп-кăтра. (Хый-чикки). Пиндиково (Козл. р.) çунан (у саней) пуçĕ кăп-кукăр.

кăпăлчал

(кы̆бы̆л'џ̌ал), то же, что пăлчав. Синерь. Пасарта вĕсене каччăсем пахнă, каччăсем хыççăн пĕр старик çӳренĕ. Вара Маря, çиленсе, сурнă çав старик çине. Çав каçах çав старикпе каччăсем кăпăлчал илчĕç, тет: виç кунта туй тумалла, терĕç, тет.

кăпăр-капăр

(кŏбŏр к̚абы̆р, кы̆бы̆р-к̚абы̆р), подр. гременью. Альш. Тула тухаттăмччĕ; пăлтăрта темĕскер кăпăр-капăр! турĕ те (загремело), сехрем хăпрĕ. || Быстро, живо, на скорую руку. ЩС. Кăпăр (кŏбŏр)-капăр анчах пуçтарăнса карĕ. Юрк. Пӳрте кĕрсен, кăпăр-капăр часах кĕлтуса илсен, пăраçникпе тав туса, кĕлтунăшăн укçа та илсен, епле килнĕ, çапла часах эрттиллипе кăпăртатса тухса та каяççĕ. Ib. Алăкĕ уçă выртнине курсан, пӳртрен сиксе тухса, тӳрех маччана кăпăр-капăр улăхса каят. Ib. Ун сассине илтсен, çывăракан салтаккисем те, вăранса кайса, кăпăр-капăр (проворно) сиксе тăрса, пăшалĕсене йăтса, лешин хыçĕнчен: ура! ура! ура! тесе, кăшкăрса чупа пуçлаççĕ. Сред. Юм. Эпĕ эс тухса кайнине сисмен те, как пырса каласанах, кăпăр-капăр ĕçе пăрахап та, тухса чупап хăвăртрах. Шел. 140. Кăпар-капăр тумланăр, çăвăр питĕр-куçăра! Ib. 73. Кăпăр-капăр çиелти тумтирĕсене хывса... акатуй тăваççĕ. Никит. Паçук хăвăрт сиксе тăчĕ те, кăпăр-капăр питсем çуса, выльăхсене урама хăваласа тухрĕ. Илебар. Çак хĕрсем ачана кăпăр-капăр кăларса пытарчĕç, тет. Халапсем 34. Пăрушĕ те, хăраса: мук! тесе кăшкăрса, кăпăр-капăр пӳртрен, салтака тĕртсе ӳкерсе, тула, урама, тухса каять. N. Кăпăр-капăр кайса килем-ха çавăнта! N. Вăл ĕçе кăпăр-капăр туса пăрахас пулат. || Кое-как (в частности, напр. с плохою упряжью), попросту. Изванк. Çавăнпа пичче пĕр кунне çав Кукша Майрана (старуху-йомзю) илме лаша кӳлсе, шăнкăрав çакса кайрĕ. Кăпăр-капăр кайсан, вăл çиленет; мана кусем этем вырăнне хумаççĕ, тесе, юсас вырăнне пăсса хăварасран хăраççĕ. Çавăнпа ăна пит йăпăлтатаççĕ. СПВВ. ИА. Япалана кăпăр-капăр тыткаласан, час ванать. (Так в Сред. Юм.). || Скарб; хлам. Сред. Юм. Кăпăр-капăр, домашние мелкие-предметы. Ib. Кирек мĕн кăпăр-капăр япаласĕм тем чôл япăхса выртаç кил карче (= кил картинче). N. Кăпăр-капăр япаласене сĕре (зря) лартса çĕртсе ан яр. (Письмо). СПВВ КС. Вăрмана кăпăр-капăр вĕт-шак пухма каятăп, теççĕ; вăл вĕт çапсене, унта çĕрĕк-çарăк вутсене пухма кайни пулать. ПВЧ. 115. Кăпăр-капăр катан пир, пăр (= пĕр) аршăн, та кирлĕ мар, çур аршăн та кирлĕ мар. N. † Кăпăр-капăр кач-таки. || Старые и малые. Орау. Кăпăр (кŏбŏр)-капăр — стариксем, вĕт ачасем анчах.

кăптăрмăш

(кы̆пты̆рмы̆ш), так называют скрягу, а также чересчур экономного человека. Ст. Чек. Кăптăрмăш — хăйне хăй начарлантарса, начар тумтирпе килнĕ. N. Кăптăрмăш чăваш — зажиточный и скуповатый, тихий, не желающий показать свой достаток. || Шорк. «Кăптăрмăш — человек вечно зяблый, одетый, скорчившийся; говорят про стариков, особенно зимой». || Дрянной. N. «Кăптăрмăш» — плохой человек (кăптăртатса çӳрет), дрянь». Сред. Юм. Кăптăрмăшскер çиç-çке вара ôлă, пит ôн пиккинех пĕлет-ши вара? || Смирный, тихий, неторопливый. Янтик. Çынни кăптăрмăшскер, пит аван; унтан нихçан та пĕр усал сăмах илтес çук.

кăравай

(кы̆раваj), каравай. ЧС. Ун чух пирĕн пиçнĕ çăккăр пĕр-ик кăравай анчахчĕ.

кăрамис

(-мис), весы (с гирями). Альш. Кӳрше кайса, кăрамис исе кил-ха, тет, укçа виçме, тет. БАБ. Кăрамис çине (на коромысло весов) пĕр чашки çине пĕр кĕрепенкке юр, тепĕр чашки çине пĕр кĕрепенкке тырă хураççĕ те, тула кăларса çакаççĕ. (Гаданье на «çĕнĕ çул каç»). См. тараса.

кăранташ

(кы̆рандаш), карандаш. Юрк. Манра пур (которые есть у. меня) кĕнекесене эпĕ хĕрлĕ кăранташпа паллă турăм (отметил). Пазух. Шурă хутне çырасчĕ — кăранташ çук; юррине юрласчĕ, ай, сăвви (слов) çук. Трхбл. † Чӳречĕрсем çинче уртăш йывăç, уртăш йывăç çинче кăранташ. Ĕнтĕ пĕр тантăшçăм, савнă тантăш, хăçан пулăпăр-ши хурăнташ? (породнимся) || Плетёнка (экипаж). Абаш.

кăраççын

(кы̆рас'с'ын), с очень слабым ы̆; «ы» конечного слога произн. почти как и), керосин. Юрк. Каç кӳлĕм (вечером) нумай ларма ху хушмастăн: çыварас килет; кăраççына пĕтерсе ан ларăр (не тратьте), часрах çывăрма выртăр, тетĕн. || Лампа. Орау. Караççын парас-и сире? Дать вам лампу? Тогач. Пин-пин шăтăк, пин шатăк, пирĕн Микулайăн пĕр шăтăк. (Кăраççын). Абыз. Кăраççын çутсан, когда зажгли (или: зажгут) вечером лампу. Тогаево. Вăлсем порте çывăраççĕ, кăраççынни пчиккĕн (= пĕчĕккĕн) çунса ларать.

кăрисле

то же, что кăрисла. Ст. Яха-к. Иртсе кайнă чухне нумайĕшисенне çуни кăрислисене (отводы) пĕр-пĕринпе çаклатса çĕмĕреççĕ. (Çăварни).

кăрман

(кŏрман, кы̆рман), плетёнка для возки сыпучих тел (хлеба, навоза). КС. Орау. Кăрман — тирслĕк тăкмалли çатан; ăна çара çуна çине лартса, тирĕслĕкне ун çине тиясан, тирслĕкне тăкма аван (удобно). Ун айне пĕр кĕтессе кăрманлă çуна лартнă. Собр. Армак чармак пăритун. (Кăрман). || Орау. Кăрман — хупран тунă çăнăх хумалли лар. || Особая большая телега для возки снопов. СПВВ. ЕХ. Кăрман — çуртри кĕлти кӳме пĕкечесенчен тăваççĕ. Имен. Кăрман — рыдван. Н. Седяк. Кăрман —кĕлте урапи, рыдван. Туарма. «Кăрман также = аламашка (особая большая телета для возки снопов). См. çатăрмак.

кăрпан

назв. духа. Хурамал. Тата кăрпана тесе, пĕр така асăнчĕç... Çырлах, кăрпан, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, пуççапатпăр. Çĕре (землю) ан хăрт, тырра-пулла ан типĕт. Сана çул çавăрнăçпе, карта тĕспе, хура халăхпа асăнатпăр. Çырлах, кăрпан, савса панине савса ил! См. Болг. и чув. 120.

кăрсака

(кы̆рзага), вспыльчивый. Янтик. Ку çĕнĕ учитлĕ пит кăрсака (горящий), часах çатăртатса каять. Ib. Кăрсака тесе, час çиленекен çынна калаççĕ. СПВВ. Кăрсака çын — придирчивый. СПВВ. ФВ. Кăрсака тесе, час вăрçакан çынна калаççĕ. СПВВ. МА. Кăрсака тесе, пит çилĕлĕ, час çиленсе каякан çынна калаççĕ. СПВВ. КЕ. Кăрсака — час çиленекен çын; хăйне пĕр сăмах хирĕç каласан, часах виртлешсе каят; ун пек çын хăй ывăлĕсене питĕ хĕнет. Ст. Ахпердино. Вăл пит кăрсака (пит час чĕрре кĕрсе каять). || СПВВ. ФВ. Унпа калаçма та кăрсака, туххăмра урлă-пирлĕ пулать, теççĕ.

кăрт

(кы̆рт), подр. отрывистому, не очень сильному,. однократному дерганью или толчку. КС. Пулă вăлта çиппине кăрт, кăрт, кăрт! турттăрĕ. Эпĕ карт (карт)! туртса кăлартăм. (То же в Сред. Юм). Орау. † Мана пĕр хĕр кăрт тĕртрĕ, кăрт тĕртрĕ те, сахăр пачĕ, эпир уна илес çук. N. Кăрт та тумасть — тапранмасть. Б. Олг. Алăка кăрт тапратрĕ (несколько отворил). Ib. Стӳеле тортс илтĕм (отдёрнул) кăрт! айккалла. ЧП. Хĕрсем чĕри кăрт! турĕ (трепещет от волнения). N. Манăн чĕре савăнните кăрт-кăрт! тăва пуçларĕ. Якейк. Шуйттанан чĕри кăрт-кăрт сикет. Ăна çĕр çинче мĕн те полин тĕлĕнмеле ĕç полассăн туянать. Абыз. † Хура хĕрсем карт сикеç те, кăрт сиксен те, илес çук, эпĕр ялтан илмеле. СТИК. Çывăрма выртрăм та, кăшт тĕлĕрнĕ пек кăна пулса кайнăччĕ, çан çурăм кăрт! сикрĕ (вздрогнул). || ППТ. Пирĕн пĕр пысăкрах çын тупас та, вара кайăпăр; унта вара кăрт та тăвмăпăр («и не дрогнем, не побоимся»), вăл çын чӳклĕ те, пире эсрел пĕрне те тивтермĕ. (Сĕрен). || Еле, с натяжкой. Городище. Ман çĕнĕ тырра çитме çиме кăртрах. || N. Кăрт — «недохватка». Емельк. Кăрта килчĕ = кăшт кĕскерех пулчĕ (пришлось натянуть). Хорачка. Кăрт (кы̆рт), мало. Ib. абат кы̆рт тэ̆л п̚олат.

кăрчиккăмла

(кы̃рџ̌чиккы̆мла), назв. игры в жмурки. Якейк. Пĕр-пĕр ачая куçне тоттăрпа çыхса яраççĕ. Вăл, ик аллине валалла чăсса, ачасене тытма хăтланса çӳрет. Кăрчиккăмла выллянă чох, ачасам ниста та пытанмаççĕ, оранчех (= орайĕнчех) çӳреççĕ. Тытсассăн, тытнă ачине куçне çыхса яраççĕ.

кăстăрчăк

(кы̆сты̆рџ̌ы̆к), колесо. Икково. Шибач. Кăстăрчăк (или: костарак). Панклеи. Орапан пăр (= пĕр) кăстăрчăкĕ пĕр йоман тĕрнче (= тăрринче), тепри тепĕр йоман тĕрнче. || Шарбаш. Кăстăрчăк, маленькое колесо (без спиц, шăлсăр) для игры.

кăçаллăх

на нынешний год. КС. Утар. Эпĕ кăçаллăха анчах çапла (т. е. скупо) пурнатăп та (проживу), çак çитес кĕркунне çитсен, пĕр çĕр теннĕк (чит. тенк) ытларах укçа тытма шутларам выльăхсенчен. N. Каçаллăха та хăвар-ха ăна. Оставь его и на этот год. N. Эсĕ кăçаллăха кунта юл-ха, терĕç.

кăçан

когда. Аттик. См. хăçан. Етрух. Кăçан та кăçан шыв пĕтет, вара тин чарнаççĕ. N. † Çӳлĕ тăв çинче пĕр чие, кăçан пулĕ-ши çĕр чие? КАХ. Кирек кăçан, когда угодно.

кăçта

(кы̆с'та), куда, где. Тюрл. См. ăçта. Н. Шинкусы. Кăçта килчĕ унта: ан ярăр, ан ярăр! тытăр ăна, сапăр шывпа! теççĕ. N. Кăçта каймас (куда ни шло) пĕр тенкĕ (или: тенкĕ çурă)! НАК. Çав улпут ман тĕлле çитĕрĕ те, лашисене тăратса, вырăсла: здоров(о), охотник! кăçта çӳрерĕн? терĕ. — Эсир хусамăр кăçтисем? Инçе каятăр-и? терĕм. Сред. Юм. Кăçта пуçа чикен ôнта? Что ты лезешь туда? Ib. Кăçта килчĕ ôнта çапкаланса çӳрет. Куда ни приди, везде он шляется.

кăт

(кы̆т), встр. в след. сложении: кăт-кăт-кăти-ик! (второе «и» произносится сильнее и протяжнее), подр. голосу курицы перед тем, как она снесет яйцо. Сред. Юм. || Подр. голосу петуха, скликающего кур к найденному им корму. Сред. Юм. Кăт-кăт-кăт-кăт! Чăхсене алтан, кирек мĕн çимелле япала тôпсан, çапла çôхăрса йыхрать. || Так кличут кур(-ицу). Изамб. Т. Чăхха: кăт-кăт! тесе йыхăраççĕ. ТХКА 72. Хутаçран пĕр ывăç шĕшкĕ кăчки ывăçласа илтĕм те, чăхха: кăт, кăт, кăт! тесе, кăчка чăх умне сапса патăм. N. Чăхсене кăт-кăт-кăт-кăт-кăт! тесе чĕнеççĕ.

кăт

(кы̆т) подр. погружению в дремоту. Городище. СТИК. Кăт хытрăм. Вздремнул. Ib. Кăт хытса кăна кайнăччĕ, тăратрĕç те. Янтик. Кăт пулнăччĕ. Я чуть было уснул. || Подр. окоченению. КС. Кăмпана кайнă старик тунката çине (на пень) ларнă та, çантах кăт хытса кайнă (умер). || Подр. толканью. Кăмак-к. Кăт-кăт тĕксе тăтăм эп она, вăл ним те шарламарĕ. Кан. Куçсене (= куçĕсене) мăч-мăч хупкала илсе, кăт-кăт тĕкрĕç пĕр-пĕрне.

кăтарт

(кы̆дарт, ктарт), показывать. Альш. Иванкка Петĕрĕ, авланнă чухне хальхи арăмне йыснăшне кăтартнă, тет. Регули 686. Хăшне тытмаллине кăтартам. Ib. Хăш утне тытассине кăтартрăм. Ст. Чек. Кăтартса пăхам (покажу) çак çынна, илмĕ-и (илми); пурĕ-пĕр (всĕ равно) сутмалла вĕт. Ib. Кăтартса парам-ха вăсене! Проучу-ка их! К.-Кушки. Куçĕ ылмаш кăтартат. У него косые глаза. Срв. Кăмак-к. Куçĕсем пĕр пек кормаççĕ. У него глаза видят не одинаково. N. Çак кинĕ хунямăшне, хуняшшĕне хисеплет, вĕсем умĕнче урине кăтартмасть, пуçне те кăтартмасть. Тогаево. Пĕр чĕлхесĕр старик тăчĕ те, мана пĕрре аллипе темскер туса кăтартрĕ (показал жестом), тепре чĕлхиçне кăтартрĕ. Сятра. Коç шоррине кăтартса (вылупив зенки, напр. — браниться). Юрк. Епле çӳретĕн, кăтарт халĕ! тет. N. Ăна ачасем, нихçан çимесĕр антăхнăскерсем, кăтартса та хăвармаççĕ (съедают все до чиста), пĕр наччасрах пуçтарса çисе пĕтереççĕ. Ала 54°. Çуртсем енне (в сторону строений) кăтартса... Альш. Тĕттĕм кăтартакан кĕленче (о стекле: закопченное, залежавшееся, принявшее мутную окраску). Орау. Тытсан (если поймаю), аçа çапман пуçна, кăтартăп ак (задам тебе), пит вĕрсе тăр-ха! (= полай-ка еще!) || Казаться. Торп-к. Çын аллинчи япала пит пысăкăн кăтартать, теççĕ. Ачач 39. Те хăй лутраран, кĕлетки сарлакарах кăтартать. N. Эсĕ çамрăк кăтартатăн, теççĕ. || Предвещать, обьяснять. Кратк. расск. Санăн тĕлĕкӳсем икĕш те пĕр япаланах кăтартаççĕ. Юрк. Пĕрев хăй хуçине укçисене ăçта-ăçта салатнине хисеп (отчет) панă. Çав хисепĕнче вăрттăн хăне (= хăйне) илнĕ укçисене ялан хама валли атă илтĕм, тесе, кăтартнă. || «Привести». Юрк. Анӳ вилнине пĕлсен, пит шеллерĕм; ун пек вилĕм таврашне турă ан кăтарттăр. || Оказывать, причинять. N. Эсĕ темĕн чухлĕ ырăлăх кăтартнине асăнса калаçĕç. Истор. 143. Эсĕ пире халиччен курман асапсене кăтартатăн. N. Ют халăхсене йывăрлăх кăтартса, хăваласа янă. N. Кушака ан хурлăх кăтарт. Не мучь кошку. Ачач 78. Çавăн пек кăтартрĕ (проучил, показал кузькину мать) мана Ишек юрри! (см. Ib. 76). БАБ. Халăхсем вара: темĕн кăтартса тăрĕ (от колдуна бог знает что увидишь), тесе, хăй вилсен виçĕ эрнерен, пĕр çĕре пуçтарăнчĕçĕ те, масар çине кайрĕçĕ. Кан. Кам çурт вырăнĕ йышăннисене, çурт лартмасăр, пахчапа усă кăтартмастпăр (не позволяем пользоваться), теççĕ пухăра. || В качестве вспомог. гл. Ачач 19. Униççе аппа! Ярса кăтарт-ха юмах. Ib. 18. Ĕмĕрлĕхе çывăрма выртнăскере, сăмахсем те каласа чĕнет вăл. Анчах сӳннĕ куçсем урăх никама та курмаççĕ çав. Тепĕр хут уçăлса кăтартмаççĕ вĕсем. Ib. 100. Çамрăк ывăлĕ те, итлекен ача пек пулса, амăшне савăнтармалла кулса кăтартнă вара. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ шкула килсессĕн, хам пурăнăç çинчен кала-кала кăтартрăм. N. Хамăр хуларах выртрăм, ну только киле ярса кăтартмарĕç (не пустили свидеться с родными). N. Ӳсĕрĕлсе кăтартмарăм. Я ни разу не показался пьяным. Кан. Пĕрер пăт патне хăмли пулса кăтартрĕ (уродилось с пуд). Ib. Пĕлтĕр Волынь хăмли пулса кăтартайманччĕ. Кăçал лайăх пулса кăтартрĕ, пиçсе те çитрĕ. N. Лайăхрах ĕнентересшĕн (чтобы убедить), пĕтĕм çынсем умĕнче Хритун урхамах та, хурчăка та, ăмăрткайăк та пулса кăтартрĕ, тет.

кăтарткала

учащ. ф от гл. кăтарт. Иванова. Пĕр чĕлхесĕр ывăл ачи пахчинчен умма татса кĕнĕ те, пӳрнесемпе туса кăтарткаласа, маччана исе ухса карĕ, тет.

кăтат

(кы̆дат) назв. материи. Хурамал. † Тăхăнтăм кăтат, çыхрăм пуса — ĕнтĕ каяп, тăванăм, курса юл! АПП. † Тăхăнтăм-ла кăтат, çыхрăм кăтат, тухрăм аслă урама выляма. Бугульм. † Кăвак кăтат илтĕм, йĕм касрăм. Микушк. † Сарă хĕрĕн тӳшекин ăшĕ мамăк, пичĕ кăтат. («Кăтат — китайка и часто вообще ситец»). Сунчел. † Кăвак кăтат (пасар пирĕ), сарă кăтат, пурте лавкка таварĕ. СПВВ. ПВ. Кăтат пар; кăтатран çĕленĕ, материя. N. † Кăтатран кĕпе çĕлерĕм уяв кунĕ тăхăнма. N. † Тăхăнтăм пĕр кăтат, çыхрăм пурçăн. Микушк. † Ылттăнах та хачă, кĕмĕл ункă, кăтачĕсем çукран тек тăрать. ЧП. Кăтат илен пӳс пулмĕ. || Клеёнка. V. S.

кăтăлтаттар

(кы̆ды̆л-), стучать (клювом). КС. Чăхсам пĕр алтăр тырра йăлт кăтăлтаттарса çиса ячĕç (переклевали, обозн. звук).

кăтăр

(кы̆ды̆р), бесноваться (с тат.). Изамб. Т. Пухура çилски «кăтăрса» карĕ (рассердился). Н. Седяк. Тилпĕрен вăррине çисен, этем тилĕрет (т. е. аташать, кăтарать, ухмахланать). Ск. и пред. 7. Карчăк хапхи умĕнче кĕтет-кĕтет тыллине — çук, кăтăрнă пулмалла: тылли халĕ те таврăнмасть. Ib. Ахăр тылă кăтăрнă: темĕн унта çĕмĕрет. Ib. А. Пит хăрушă япала, пĕр кăтăрса кайсассăн.

кăтăр

(кы̆ды̆р), подр. звуку от вращения нек. предметов. Орау. Йĕки (веретено) пĕтĕрсе янипе урайне çитрĕ (коснулось пола) те, кăтăрр! туса темĕнччен (очень долго) пĕтĕрĕнсе тăрать. КС. Кăтăрмач (волчек) кăтăрр! çавăрнать (у др. кăлтăрмач кăлтăрр çавăрнать). || Подр. скырканью жёрнова. Ск. и пред. 97. Кăтăр-кăтăр арман чулĕ чĕре çинче авăрать (частое и отрывистое скырканье, с частым стуком, когда нет мелева). || Подр. звуку при чесании головы ногтями (пятерней и пр.). Шорк. Кăтăр кăтăр пуçне хыçать. Б. Олг.: пуз'а хыз'ат кы̆ды̆рдатса; пус'н'э кы̆ды̆р, кы̆ды̆р! хыз'ат. || Подр. звуку, получающемуся, когда проведешь кирпичом по столу или натянутой горизонтально цепочкой по отвесной грани к.-л. предмета. Альш. Кирпĕчпе сĕтел тăрăх сăтăрса пынă чух кăтăр, кăтăр! туса пырат. КС. Пăчăрана хăскалчă çумне хурса туртсан, кăтăрр! тăвать (или: кăтăртатать). || Подр. звуку от гребущих граблей. Çутт. 73. Кăтăр-кăтăр кĕреплипе купаларăм пĕр çĕре. || Шибач. Кăтăр-кăтăр тăват (шелестит). Б. Олг. Пуç ликки, хыçсассăн, кăтăр (кŏдŏр), кăтăр, кăтăр! тăкăнат. || Подр. звуку, издаваемому курами? Юрк. Çула чăхăсем кашта çинче ларнă чухне кăтăр-кăтăр! туса ларсан, çул йывăр пулат. См. кăтăртаттар.

кăтăртаттар

(кы̆ды̆р-), скоблить (ножом или ногтем, напр. стол). || Хрупать. СТИК. Ачана пĕр сахăр катăкĕ тыттартăмăр та, кунĕпе кăтăртаттарса ларчĕ (= кунĕпе кышласа, кăтăр-кăтăр тутарса ларчĕ). || Производить шум, одирая зубами кору дерева. Вутра 33. Урам варринче çĕр каçнă качакасем йăвăç хупписене кăтăртаттарса сĕвеççĕ. || Сред. Юм. Сарăм варĕнче кôпаланса выртакан тырра кĕрепле шăлĕпе саркаласа пырас тессине кăтăртаттарас, теççĕ. || Шуметь, шагая по жниву. Çутт. 20. Анне хăмăл çинче кăтăртаттарса утса çӳрени хăлхăна кĕрех кайрĕ. (В Кăмак-к. в этом случае — кŏдŏрдаттарза).

кăтăри

усилит. частица? Коракыш. Кăтăри (совсем) çаврашка, шыт та çурă хури пур. (Çарăк). || Имя мужч. Ст. Шумат. Пĕр карчăкăн виçĕ ывăл пулнă, тит; мăнĕ авланнă, тит, тата кĕçĕнни Кăтăри ятлă пулнă, тит.

кăтăшсăр

без малейшего сна. СПВВ. Х. Вăл çĕре (у др. вăл каçхине) пĕр кăтăшсăрах ирттерсе ятăмăр.

кăткă

(кŏткŏ, кы̆ткы̆), муравей. СПВВ. ПВ. Кăткă или кĕткĕ, муравей. Н. Седяк. Çĕнĕ пулас çурт вырăнне чул е çĕрĕк çăпата пăрахаççĕ; çавсен айĕнче кăткă пулсан, ларма юрать, çурт лартма. О сохр. здор. 53. Çын темиçе кун пĕр çав ыраш амăшлĕ çăкăра çисе пурăнсан, çынна хăй çурăмĕ тăрăх, пурнисем тăрăх кăткăсем чупса çӳренĕ пек туйăнать. Тюрл. Опа кăтки (крупный), хора кăткă (кŏпкŏ), сарă кăткă. Питушк. Хура кăткă, сарă кăткă. Тюрл. Упа кăтки — самый крупный муравей (темно коричневого цвета). См. кĕткĕ.

кăтра

(кы̆тра), кудрявый. Зап. ВНО. Кăтра (про людей), пĕтреке (про ягнят и про овец), кудрявый. Норус. Пĕр старикĕн тăватă ывăл, тăватăш те кăтра. (Хăй чикки). Цив. Кăтра кĕмĕл тенкĕ, серебряная монета, на которой фигура с кудрявыми волосами. Пазух. Кăрмачă та пустав, кăтра хăрпу, авкаланать йысна пуçĕнче. Стюх. † Урамăрпа иртет кăтра çилхе, покрышкаллă хăмăчĕ мăйĕнче. Ib. Вăрмантан вăрмана эп çӳрерĕм, кăтра пуçлă кайăк курмарăм. N. † Тӳпери çăлтăр кăтра-тăр. Собр. † Пӳртĕр умĕнче кăтра йăвăç, кăтрисене кура хурт сырат. || Кудри. ЧП. Пуçăм та тулли çар кăтра, тура пĕлмесĕр сайратрăм. N. † Илсем çавра çĕлĕкне те, илсем çавра çĕлĕкне, курар-и сарă кăтрăна! Ск. и пред. 69. Явăнаççĕ хыçалта çивĕт вĕçĕ кăтрисем. Утса-утса пынă чух шăнкăртатать тенкисем. || Прозвище одного мужчины. Сред. Юм.

Кăтраха çăлĕ

назв. родника. Чув. Кулатка. Кăтраха çăлĕ патĕнче икĕ пысак хурăн лараççĕ; вĕсене «Ӳчӳк хурăнĕ» теççĕ. Вĕсен пĕр çулчине татсан та, çынна инкек пулат, теççĕ ваттисем.

кăтьăр-катьăр

(кы̆д'ы̆р к̚ад'ы̆р), немножко, редко. Орау. Кăтьăр-катьăр анчах шăтнă (о растениях). Ib. Пĕр тĕрли, кăтьăр-катьăр, чăркуççи çӳллĕш пулнă, тепĕр тĕрли анчах хунаса хăпарать. Одни стебли, изредка, выросли высокие, а другие еще только подрастают. (О хлебе, половина которого посохла и отросла снова). КС. Тырă (хăяр) кăтьăр-катьăр шăтнă (взошли плохо, взошли не все зерна). Собр. Кăтьăр-катьăр кăткă тĕмĕски, Ураскилт Мемет упăшки. (Кĕсле). Кан. Кăтьăр-катьăр япалисене, хăш чухне килти пĕр ĕнине те алран вĕçерсе ярса, чукун çул пилечĕ тӳлесе илнĕ те, Юсăва вĕçтернĕ (отправлялись). См. МКП 33.

кăчă-мăчă

(кы̆ζ'ы̆-мы̆ζ'ы̆). подр. морганию. Кан. Кăчă-мăчă (опечатка?) тукаласа, туртăнкаласа тăмасăрах, пĕр куна та ямасăр, çак ĕçе (это дело) малалла тĕксе ямалла (надо продвинуть). Н. Уз. Мĕн куçна кăчă-мăчă хупан (моргаешь)?

кăчăкă праçникĕ

назв. праздника, вербное воскресенье. N. Кăчăкă праçникĕ мункунтан пĕр эрне малтан пулат. || В. Олг.: кы̆џ̌ы̆гы̆ п̚ы̆рас'н'ы̆к, троица(?).

кăчăк

(кы̆џ̌ы̆к), подр. раздражению в глотке при виде сладкого. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, тутлă япала пôлсан, пĕр-пĕрне: кăчăк-кăчăк карланки! тесе, кăчăклантараççĕ. || Щекотка.

кăчăк турт

манить рукою или пальцем. Городище. СПВВ. КЕ. Кăчăк туртни: Пĕр çын, тепĕрне пĕр-пĕр япала çинчен систермелле пулсан, ăна кăшкăрса калама юрамаст пулсан, вăл аллипе паллă кăтартат, йе тата пĕчик ачасене кил кунта, кил кунта! тесе, аллисемпеле хăйсем патне пыма чĕнеççĕ, ăна кăчăк туртни теççĕ. Сред. Юм. Кăчăк тôртнă чôхне ал пӳрнисĕмпе вылятаççĕ. Ст. Шаймурз. † Чӳрече витĕр кăчăк туртрăм. N. † Мамăк тӳшек сарса та чаршав карса, кăчăк туртса юлчĕ те сарă хĕр. ЧП. Аллипелен кăчăк туртать-çке. N. Шик шăхăрса сисмесен, кăчăк туртса килмесен (Поговорка). Альш. Пирĕн тантăш инçе кайнă, кăчăк туртса килмеçке (= килмест-çке).

кăчăрка

назв. ног с когтями в загадке (правоп. сомн.). Орбаш. Тăватă кăчăр(к)ка (ноги), икĕ йăлтăрк(к)а (глаза), пĕр шĕвĕр(к)ке (хвост). (Кушак). Абыз. Ик йăлтăр(к)ка, тăват кăчăр(к)ка, пĕр тратăн. (Кушак).

кăчăрт

(кы̆џ̌ы̆рт, кы̆ζ'ы̆рт), подр. отрывистому хрусту, скрежету и т. п. СТИК. Сивĕре юр, утса пынă майпе, кăчăрт-кăчăрт! туса пырат. КС. Хачăпа кăчăрт (кы̆џ̌ы̆рт) касса илчĕ (напр., кĕпене). Ib. Çурлапа эпĕ пĕр ывăç ыраш кăчăрт касса илтĕм. Сред. Юм. Çôрлапа тыр вырнă чôхне кăчăрт! кăчăрт! тутарса выраççĕ (звук серпа). Шорк. Чола çĕçĕпе кăчăрт! кăчăрт! хырать. Ib. Кăчăрт-кăчăрт! тырă выраççĕ. Сёт-к. Кăчăрт, кăчăрт! тутарать вăл (зубами). Шел. П. 68. Пĕр маях кăчăрт-кăчăрт! çурла сасси илтĕнет. СТИК. Тырă вырнă чухне çурлапа кăчăрт-кăчăрт! тутараççĕ. («Звук, производимый серпом, когда жнут»). Б. Олг. Тырă вурнă чох чуаш арăм (чувашка) тыр вурат: кăчăрт! тесе. Ib. Кăрпăчча ĕçлекен çын, молотпа-ли, тăкçапа-ли, кăчăрт! кăчăрт! кăчăрт! хырчĕ. Тăкçип-ле касрĕ она вашăкăн: чонк! чонк (чоҥк)! турĕ. Ib. Ут çӳрет йор çинче: кăчăрт, кăчăрт, кăчăрт! туса çӳрет. Ib. Хачăпа сорăх çăм () каснă чох: кăчăрт-кăчăрт! тет (звук ножниц). Ib. Яш ача (молодой парень) тăхăнса çĕнĕ атă: кăчăрт, кăчăрт! тесе каят. .N. Çĕнĕ атă тăхăнса янă та, кăчăрт-кăчăрт тутарса çӳрет.

кăчкă йăвăççи

то же, что кăчăкă йывăççи. Ердово. Малтан кăчкă йăвăççи кăчкă кăларать. Ib. Каласа çӳресен, хĕрарăмсем кăчкă йăвăç туратти, тата пĕр ывăç улăм илеççĕ те, выльăххисене çӳлен кĕтӳ пухăннă çĕре хăваласа каяççĕ.

кăх вăхăт

неимение чего-либо, penuria. СПВВ. АС. Кăх вăхăт — пĕр-пĕр япаларан татăк тăнă вăхăт.

кăш

(кы̆ш), чуть-чуть, чуточку, немного. НАК. Çанталăк пӳртрипе пĕрех, лăпкă; йывăçсем тăрăнче çулçăсем кăш та тапранмаççĕ. N. Çанталăк питĕ сивех мар пулсан, тăпра кăш нӳрлĕрех пулсан, шӳтернĕ, е калчана кайнă вăрă час шăтат вара. || Быстро, мигом. Байгул. Куçне кăш шăлса илет (аппа). Ядр. Ăратник, пĕр виçĕ сехет те пурăнмар пулĕ: кăшах пуçтарса хучĕç (убили мигом). Ядр. Капăрах хупăрласа илчĕç те, кăшах (сразу) пуçтарса хучĕç çынна (убили — он и не крикнул; пикнуть не дали).

кăш

(кы̆ш, кы̃ш), подражание шуму, получающемуся от трения. Б. Олг. Çăпата утсартăм (швырнул) çорт çинелле: кăш, кăш, кăш! каллях шусанчĕ (скатился). Ib. Пит çăмартине сĕркелесен: кăш, кăш, кăш! тет. Ib. Кильăш шăлатпăр пӳртре: кăш-кăш! Ib. Сысна пӳрт пĕчеххинче (об угол избы) хыçкаланат: кăш-кăш, кăш-кăш! СТИК. Пите алăпа кăш-кăш тутарса илтĕм («трение рукой по лицу»). Ib. Сĕтеле тăла татăкпе кăш-кăш! тутарса сĕртĕм. Альш. Пĕр йывăç каснă та, кăш, кăш, кăш! сĕтĕрсе килет (волочет, еле задевая за землю, но с мелким шелестом). || Подр. шуму леса. Якейк. МПП. Кăш-кăш. Тораево. Ухмах тепĕр юман патне пырчĕ тет: вăкăр кирли? тет. Юман: кăш! терĕ, тет. || Подр. дуновению ветра. Ир. Сывл. 35. Ирхи çилĕ... кăштах кăш-кăш! вĕркелет.

кăшальня

то же, что кăшальни. (кы̆жал'н'а). N. Кăшальня кон сивĕ полчĕ. Б. Олг. Паччăшкă килет кăшальня кĕллипе, Окçа çокăç-ха перĕн паччăшка пама; вççо (фс'о) кирлĕ пĕр хĕрĕх икĕ пус. Стан топса паркалас, ахальăн паччăшкă вăрçĕ. СЧУШ. Кăшальня кун пуринчен малтанах, атан атсанах, çăлтан е çырмаран шу ĕçсен, çав çын пит ăслă, малашне мĕн пулассине каласа кăтартакан пулать, (тет). См. кĕшерни кун.

кăшăл

(кы̆жыл), обруч. N. Пичке кăшăлĕ çап, набивать обручи. Ст. Чек. Пичеке кăшăлĕ (тырă кăшăлĕ). Слеп. Кăшăл = шына. N. Çăка чĕресе кăшăл çапнă. (Çĕрĕ). || Венок. N. Унăн пуçĕ çинче хулăран тунă кăшăл пулнă. Орау. Хĕвел пĕтĕмпех тĕттĕмленчĕ, тавралла анчах кăшăл пек юлса çутатса тăчĕ, варрăнчи пĕтĕмпех тĕттĕмленсе тăчĕ. || Стальная пружина в тулье фуражки. ГТТ. Карттус ăшне кăшăл хунă. || Обечка. Качал. Кăшăл (на мельнице) || Ворох. Н. Седяк. Б. Олг. Кăшăл сурса (= сăвăрса), ан (= авăн) хорăпăр. Шинар-п. Вĕсенĕн вăл вĕремре ашшĕсем анкартинче кăшăл сăвăрнă. Н. Якушк. † Çӳлĕ тусем çинче тулă кăшăлĕ, ан уйăрăр унăн кăшăлне. Изамб. Т. Ыраша сăвăрса пĕтерсен, кăшăлне пĕр çĕререх купалаççĕ те, урапа çине тиесе, кĕлете илсе кайса пушатаççĕ. В. Олг. Кăшăл копи, ворох; кăшăл кĕреçи. Аттик. Тата кăшăл тусассăн, кăшăл перекетне пар. (Моленье). Актай. Чу кайăп, ылтăм та кĕмĕл пулса анăп. (Кăшăл сурни) || Околыш? Тăв. 3. Пуçĕнче çӳлĕ кăшăллă кăвак пустав карттус.

кăшăллă

с обручем. Пазух. Мĕншĕн каяс Юхма пасарне, пĕр кăшăллă витре илмесен?

кăшăл

(кы̆жы̆л), подр. шуму. Альш. Пĕтĕм картипе хуллен, майĕпе кăшăл-кăшăл çавăрăнаççĕ (в хороводе). Ib. Кăшăл-кăшăл сĕтĕрсе пырать. Тащит равномерно, в одном направлении, но с шумом. Шорк. Отмалла та мар, поссассăнах, ора кăшăлл! потса анат (на мягком месте). || Во множестве. СПВВ. ИФ. Кăшăл-кăшăл — питĕ нумай, шутсăр нумай. Ib. Ĕнтĕ вăсенĕн хурăсем (так!) кăшăл-кăшăл туса анчах çӳреççĕ, пĕр пуçĕ (хурĕ) те катăлмас (çухалмас). См. чăшăлл (сваливание снега с крыши). || Дружно, всей массой. Кан. Кăшăллл!.. çĕкленчĕç алăсем (при голосовании). N. Рабфакра вĕсем пурте кăшăлах кĕрсе ларнă мăн сĕтел хушшине. || То же, что кăчăл, (подр. сл., о дружном всходе). Шарбаш.

кăшăлтат

(-дат), шуметь без резких звуков. Сам. 35. Шав кăшăлтатать çăра куккурус. ГТТ. Кăшăлгат, мягко шуметь ногами по мягкому асфальту. Ашшĕ амăшне. Кил-картишĕнче пĕр хĕрринче ӳссе ларакан йывăçсенĕн çулçисем анчах, лăпкă çил киле-киле вĕрнипе, пăртак кăшăлтатса тăнă. Çутт. 113. Упасем шăтăксенчен кăшăлтатса (= хуллен, вăрахăн) тухаççĕ. Сĕт-к. Халăх Тĕмĕрчкере (уй) кăшăлтатать анчах (снуют, их много).

кăшăрт

(кы̆жы̆рт), подр. оборванному шороху. МПП. Кĕлетре кăшăрт! тунă сасă илтĕнсе кайнă. КС. Пирускă (папироса) тултарнă чухне кăшăрт! кăшăрт! тăвать (кăшăртатать). Орау. Кăмака тăрĕнче кăшăрт та кăшăрт! тăвать. Эпĕ: ку мĕн? теп. Хĕр-сурт пулĕ, тесе. Вăл типĕтме кӳртсе пăрахнă сава турпасси (стружки), типсе пĕрĕнсе, пĕр-пĕринчен ĕçерĕннĕ сасă мĕн! || Неожиданно, сразу. Орау. Эпир калаçнине итлесе тăнă темскер; эпир ун çинчен калаçса пĕтерсенех алакран кăшăрт пырса кĕчĕ. Унтан мĕн эпĕ тухса киличченех нимле мар пек (как ни в чем не бывало) ларчĕ. Ib. Тăрансан, тутарĕ пуçĕнчи кеппеçне (тюбетейку) каялла кăшăртах тĕксе (легко толкнув) ӳкерчĕ, тет. Вăл (она) тумланса кĕче, тет те, Иван çумне: кăшăрт! пырса тăчĕ, тет (быстро, неожиданно; звук от одежды или от шагов, а также и от того, что она сразу остановилась). N. Вун тенкĕ кăшăрт кăларса тыттарать (вручает тотчас, быстро). П. Патт. 15. Хаяр çын кăшăрт пырса кĕчĕ. Ашшĕ амăшне. Çапла Лисахвие пĕр сасăсăрах, кăшăрт çеç (незаметно) качча, парса янă. См. МКП 95; кăштăрт.

кăшăрт-кашăрт

(-кажы̆рт), подр. то более слабым, то более сильным, коротким и как бы оборванным сложным звукам шороха. Б. Яныши. Çул çинче кăшăрт-кашăрт тунине илтсен, салакайăксем кĕтӳ пек пĕр! тутарса тараççĕ.

кăшкăр

(кы̆шкы̆р), кричать. См. кăçкăр, кăчкăр. КС. Эпĕ, хăраса, сасартăк кăшкăрса ятăм (закричал). Букв. 1904. Кăшкăр, кăшкăр — нимĕн сасси те илтĕнмест, пĕр вăрман янтăраса кайни çех илтĕнет. N. Пĕтĕм пахчана илтĕнмелле (на весь сад) кăшкăрчĕ. Орау. Вăл пурне те (на всех) çапла хаяррăн кăшкăрса пăрахать. Ib. Вăл пуринпе те çапла кăшкăрса калаçать. Он на всех так кричит. Собр. Вăрманта арçури кăшкăрнине илтсессĕн, хирĕç кăшкăрма юрамаçть. Чув. пр. о пог. 258. Кăмака айĕнчи шăрчăксем пит кăшкăрсан, ăшăтать хĕлле. Зимою под печкой сверчки очень кричат — к теплу. || Квакать (лягушка). N. † Шурта шапа кăшкăрат. || Абыз. Çĕлен улт çухрăмран кăшкăрса килнĕ. || Скрипеть (напр. о железном блоке двери).

кăшкăраш

громко говорить, кричать (с кем). N. Кĕлет кутĕнче манăн карчăк темĕскер кăшкăраша пуçларĕ. Альш. Тытăнаççĕ хайхисем пĕр-пĕринпе кăшкăрашса калаçма (урапа çинче кăшкăрса калаçмасан, илтĕнмес). ЧС. Пĕри те: часрах насус кирлĕ! тепĕри те: пичĕкесем часрах кӳле-кӳле кустарăр! тесе, кăшкăрашса çӳреççĕ (на пожаре). СТИК. Ун кăшкăрашнинчен кам хăрат! Кăшкăрашни = бестолковый крик. Юрк. Кăшкăраш (о журавлях).

кăшла

(кы̆шла), то же, что кышла, грызть. Чураль-к. Çичĕ çул выртрăм пĕр варта, ыраш калчи кăшласа (из «Мулкач юри») Ib. Шăлсăр карчăк туна кăшлать. (Çĕрлĕ). Сёт-к. Хĕлле выртать, çулла мĕн пур тырра кăшлать. (Çурла). Полтава 28. Эсĕ, усал çăхан пек, квакарчăн пек хĕрĕме тытса пуçне кăшларăн! В. Олг. Сатра çаплах (всё) молкачă кăшласарат (= кышласа ярать) омлаççия. Кан. 1929, № 91. Кĕçех (чуть не) кăшласа чăмлаймарĕ (людей). Юрк. Çын мăйне кăшласа тăраканнисем (эксплоататоры). N. Çапла ĕнтĕ ишсе çӳренĕ чухне карапĕ тĕпне шăши кăшласа шăтарнă. || Ир. Сывл. 16. Хуйхă-суйхă кăшланă. || Злословить, «Протаскивать» (метаф.) Орау. Çынна кăшласси пĕтмĕ çав сирĕн. Ib. Пухăнса, кунĕпе çынна кăшласа лараççĕ.

кăшман

(кŏшман, кы̆шман), редька. Коракыш. † Пуçламан личке кăмăльне сакăр кăшман илтĕмĕр. Юрк. † Çурт хыçăрти пахчăртан кăларăр-парăр кăшманра, çиме-çимĕç çукĕ-çке. Шурăм-п. № 8. Ку вăхăтра хăшĕ кăшман кăлармалла вылянă. Пурте, пĕр-пĕрин арки çине ларса, пĕр-пĕрне хыттăн тытрĕç. Иккĕн çак ачасем умне тăчĕç те, ачасене аллисенчен туртса кăларма пуçларĕç. Хăйсем пурте, сатурланса: тăм та ӳкет, юр та çăвать, кăлараймаçть, кăлараймаçть! тесе юрлаççĕ. || Ласковое обозначение ребенка. Сред. Юм. Ха, ман кăшмансĕм епле еречĕпе ларса тôхнă! (ман пĕчик ачасĕм еречĕпе ларса тôхнă, тессине калаççĕ).

кăшманла

назв. детской игры. Хорачка. Кăшманла (кы̃шманла), игра на олахе; каш(-ж-)ни çын омня ларса пыраччă ыталаса, пӧрт тăршшипа, каран тортса кăлараччă. Цив. Кăшман кăлармалла вылянă чух, кăшман пулнă ачасене аллисенчен туртаççĕ. Çĕнĕ Кипек. Кăшманла выляни. Кăшманла выляс пулсан, пĕр мăнă, выйлă ачана суйласа илеççĕ те, пĕр-пĕр юпаран тыттарса тăратаççĕ. Çав ачаран ыйттисем те хытă ытакланса, тытăнса каяççĕ. Çапла пĕр пĕринчен хытă ытакланса тытăçса пĕтсен, айăкран тепĕр ача пырать те, юпаран тытса тăраканĕн (чит. тăракан) ачинчен: хуçи пур-и? тесе ыйтать. Лешĕ: пур, сана мĕн кирлĕ? — Кăшман. — Кăшманпа мĕн тăван? — Майра пуç хуртланнă. — Апла пулсан, пĕр кăшманне ил. — Унтан вара леш ачи хыçалти ачисене: кăшман кăларап, тесе, туртмах тапратать. Вăл вара пĕр виç-тăват ачине те пулсан тытăнса тăнă çĕртрен туртса уйăрат те, калла юпа кутĕнчен ачаран ыйтма тапратать. Çапла вăйи пĕтичченех выляççĕ. Якейк. Пĕр хĕрача çĕре ларать (хуçа); он чĕрçине тепри ларать; çанашкал пĕр-пĕрин чĕрчине (так!) ларса, вонпилĕк ача та ытла ларса каяççĕ. Иккĕн поскилсем полаççĕ. Ларакансам, хыçалтисăр пуçне, порте кăшман. Поскилсем хуçине калаç: кинеми, сан анкартине сысна кĕнĕ, хуса каларар-и? — Кăларăр. — Пĕр кăшманне кăларар-и? — Кăлар(ăр) та, тăприне хытă силлĕр. — Йор! — Çав ик ача валта ларакан ачая ик холĕнчен тытса тăратса, çорăмран çапса яраççĕ. Пор кăшманне те кăларса пĕтерсен, хуçи тăрать те, тарать. Ăна хуса çитсе, ачасам холхаран кăçкăраççĕ.

кăшт

(кы̆шт, кŏшт), немного. N. Хĕлип сасă паллисене (буквы) пĕлнĕ, вулама та кăшт пĕлнĕ. Сред. Юм. Тепăртак кăшт çиç (= кĕлччиç) пар-ха! Дай-ка еще немножечко! ЧС. Кăшт тăрсан (немного погодя), хайхи çумăр çитрĕ те (подоспел), аслати пушшех пит хытă авăта пуçларĕ (гром стал греметь еще сильнее). Ир. Сывл. 32. Йывăç çинчи шăрчăк çеç кăшт чăрманма ӳркенмест. N. Ати каланипе кăшт чĕре лăпланчĕ. N. Çын арăмĕпе пĕрле кăшт та ан лар, тет. Кан. Кăçал вăхăтра çăмăр пулманнипе тырăсем кăшт начар пулчĕç. Емельк. Кăшт сăлтăкĕ (изьян) пур (напр. о лошади, о человеке). Çĕнтерчĕ 21. Кăшт пурăнсан, Тĕрлемес стантсине те шуррисем çунтарса ячĕç. Орау. Кăшт шăнтнипех ура шăвакан пулчĕ: ӳксе, сăмсана çĕмĕрессĕнех туйăнать (весьма краткое «ă»). Только немножко подморозило, а уж стало скользко: того и гляди упадешь и расквасишь себе нос. || Тихонько, слегка, чуть-чуть. Юрк. Кăшт чуп туса илет. Целует (его) слегка. Ib. Пурте пухăнсан, хай хатĕрлесе хунă лашсем (= лашасем) çине ларса тухса, хĕрĕ ăçта тухса тăма пулнă çĕре кăшт (быстро, незаметно) вăрттăн кайса тăраççĕ. (Самокрутка). Микушк. Вăл пуçне кăшт кăларма (высунуть) тăрсан, ача ăна касать-пăрахать. || Как раз. Юрк. Вăл хăçан накăратсем илнине килтисем пĕлсе тăрса, çав вăхăтра кĕсем кăшт Чĕмпĕре пырса çитеççĕ. Ib. Эпир çитес уммĕн кăна, пĕр пăрахут кăшт пырса чарăнчĕ (подошел к пристани). Альш. Вăл тухнă çĕре, инçе те мар, тет, тăватă вăрă кăшт пĕр майра хĕрне кăшкăртса (ее тащили, а она кричала) киле параççĕ, тет. Ib. Ку вăрă ачи вăл вăхăтра кăшт итлесе тăрат, тет. См. Paas. 70.

кăштăн

понемногу, помалу. ЧС. Çапла кăштăн пухăнсах пĕр аллă ача ытла пухăнаççĕ.

кăштăн-кăштăн

понемногу (в несколько приёмов). Ск. и пред. 23. Хĕвел кăнтăр тĕлĕнче катăлмашкăн пĕр енчен кăштăн-кăштăн пуçлаççĕ. Пис. Çав пĕчик хĕрачи виçĕ тапхăрччен кăштăн-кăштан шыв ăсса парать. О земл. Ун пек хутаçран кăштăн-кăштăн илсен те...

кăштăркка

(кы̆шты̆ркка), шероховатый. Н. Уз. || Делающий мелкую работу за отсутствием силы, но не могущий быть без дела; неповоротливый, но дельный. Альш. Вĕсенĕн пĕр кăштăркка старикки пур, карташĕнче хăй тĕллĕн тек ĕçлесе çӳрет (что ему вздумается). См. МКП 141.

кăштăртат

(кы̆шты̆рдат), шуршать, шуметь, возиться. В. Олг. Мĕн кăштăртатса выртатăн, çурма (спать) пĕлместĕн. Хорачка. Кăштăртат, шуршать (напр. о мыши в соломе). КС. Вăрманта типнĕ çулçă, тата çӳхе тип турпас каштăртатать. Ib. Пурçăн тумтир каштăртатат. Шорк. Олăм ăшĕнче темскер кăштăртатать. В соломе что-то возится, производит шум. Икково. Орам тăрăх шулчăсам кăштăртатса вĕçеççĕ. 93 çул. 49. Шăп пулнă: вăрманта çулçă кăштăртатни те, улăхра курăк вĕлкĕшни те илтĕнмен. Ib. 18. Пĕр ик-виç минут хушши ĕнтĕ çӳлте, ун пуçĕ тĕлĕнче, çулçă кăштăртатнă пек çасă илтĕннĕ. || Делать или работать слегка или без заметных результатов. СПВВ. ИФ. «Кăштăртатас = ĕçлес, ĕçлесе ӳсĕнтерес мар». Ib. Тек кăштăртатса çӳрет, ни ĕçлени çук, теççĕ. Ердово. Çаплах кил хушшинче кăштăртатса ĕçлесе çӳреççĕ. N. Çуртури (так!) акса пĕтерсен, çимĕкчен ахалих кăштăртатса ĕçсĕрех пурăнаççĕ. КС. Унта-кунта вак-тĕвеке пирĕн ачасем кăштăртатаççĕ. Шурăм-п. № 14. Унта инке кăштăртатать — мунчана кайма хатĕрленет пулмалла. Сред. Юм. Мĕн кăштăртатса тăран? Почему ты вяло работаешь? || Плестись (о ходьбе). N. Ку кĕткелесе чылай ларнă; унтан, ларсан-ларсан, икĕ ватă старик кăштăртатса пыраççĕ (приплелись). ЧС. Пирĕн асатте килте çаплах кăштăртатса (тихонько) çӳретчĕ, вăрмана çаплах каятчĕ. Халапсем 31. Еррипенĕн кăна кăштăртатса, пӳрте кĕчĕ, тет. В. Олг. Ват çын çӳрет аран кăштăртатса. Шорк. Тек хуллен кăштăртатса пырать (идет очень медленно; говорят про старика).

кĕвенте

(кэ̆вэн'дэ, к'э̆вэн'д'э, квэ̆н'д'э), коромысло (водонос). Тускел. Кĕвенте, изогнутое коромысло для носки ведер. В Пролей Каше кĕвенте— только коромысло для воды, а кисеп — пест, также и для стирки белья. Кан. Кĕвенте пек хытса тăчĕ. Альш. † Кукăр кĕвентесене эп çĕклеймĕп: çинçе пилĕкĕмсене аваймăп. Курм. Ой варринче кĕвенте выртать. (Межа). Шибач. Шу витрисене çакнă кĕвентепеле, шу патне кайнă. Сред. Юм. Кĕвентепе пит йывăр япала çĕклесе пынă чôхне: пит хĕрелсе çĕклет, тессине: кĕвенте пуçĕ хĕрелнĕ, теççĕ. Рак. Пĕр кĕвенте шыв, 2 ведра воды. || Коромысло у весов. Чертаг. || Палка для толченья (мытья) белья. Ст. Чек. Н. Мазик. Çырмара икĕ марйа (чит. майра?) ташласа тăрĕç. (Кĕпе кĕвенти).

кĕвĕ

(кэ̆вэ̆), мотив, мелодия, напев. Цив. Кĕвĕ — плясовая мелодия (исполн. на инстр.). Янтик. Эс пĕлетни тутар кĕввине? Знаешь ли ты татарский мотив песни? N. † Ик юмрăна кас та, купăс ту, каласа пар тăван, ай, кĕвве! СПВВ. ЕЕ. Шăпăр, кĕсле, сăрнай, купăс кĕвви, теççĕ: пĕр юрра темиçе тĕрлĕ калани. Юрк. Юрлакан юррисем те чăвашлах, анчах кĕввисем пăртакçĕ вырăссенĕнĕ пек. Те ĕлĕк чăвашсем те çапла юрланă? Ib. Кĕвĕ сăввисем, хороводные песни. Выла. Ĕçсе çисен вара ĕсĕрлеççĕ те, кĕслесемпе тăмăрасемпе кĕвĕ каласа ташлаççĕ. ППТ. Унта вăсем вара, пăтă пиçеччен, çерем çинче вăй-кĕвви каласа выляççĕ. ЧП. Кĕвĕ пуçласа каласси начар хĕртен пулмасть вăл. К.-Кушки. Хĕрипраçсем кĕвĕ каланă, юрланă (во время «халăх вăкăр чӳкĕ»). Мошков. Купăс кĕвви («плясовая мелодия, исполн. на скрипке»). Кĕвĕсем. Уяв кĕвви. Янтик. Вăйă кĕввисем. || Согласованность. Сред. Юм. Кĕвве кĕре пĕлмес. («Говорят, напр., если кто-нибудь не может парно молотить»). || Лад, положение, состояние. N. Пирĕн патра пĕр кĕвĕ тăрат. у нас положение не изменилось. (Письмо).

кĕвĕл

(кэ̆вĕл'), свернуться (о молоке). Кăмак-к. К.-Кушки. Кăмакана лартнă чух сĕт йӳçĕхмен пекчĕ; кăмакаран кăлартăм та, вăл кĕвĕлнĕ кайнă. Изамб. Т. Турăх аван кĕвĕлнĕ (хорошо скисло, при помощи закваски). Хурамал. Турăх кĕвĕлнĕ. Сĕте вĕретсен, сĕт çине турăх яраççĕ; унтан сĕт кĕвĕлет вара, хытать. СТИК. Кĕвелĕке кĕвĕлме лартнă сĕт çине (в молоко) яраççĕ. Н. Якушк. † Пĕр кĕвĕлне турăх сĕт пулмĕ. || О кровопотеке. СТИК. Усал юн кĕвĕлнĕ (хытса ларнă). N. Тăнлавĕсем кăвакарса тухнă; питне юн кĕвĕлнĕ. N. Пӳрнене млатук (молоток) тиврĕ те, çавăнтах юн кĕвĕлсе ларчĕ. Толст. Жилинăн пуçне çĕмĕрнĕ, куçĕсем çине юн кĕвĕлсе (= хытса) ларнă. || Засориться (о воде). Череп. Кĕвĕлсе килнĕ. Вода притекла с сором, её запружающим. || В перен. зн. Ст. Чек. Кĕвĕлет = хăне хăй çиленсе тăрать. Сердится без особенной к тому причины. N. Ма ытла хытă кĕвĕлтĕр? ма ытла çилентĕр? Ачач 64. Вăл (он) сĕтел хушшинче тем пирки кĕвĕлсе ларать (сердитый). N. Ун çилли кĕвĕлсе çӳрет.

кĕвĕлĕх

то же, что кĕвелĕк. СПВВ. КЕ. Пĕр чӳлмек сив сĕте кăмакана лартсан, вăл кăмакара турăх пек хытат, çавна кĕвĕлĕх теççĕ.

кĕвĕç

(кэ̆вэ̆с'), завидовать, ревновать. Изамб. Т. Икĕ кин пулсан, пĕрне пăятамăш (свекровь) юратсан, тепĕрне юратмасан, юратман кинĕ кĕвĕçет (недовольна). N. Пуринчен ытла апла ĕçекен, кĕвĕçекен çынсем хăтланаççĕ. Мухаммед. Ытти арăмĕсем, кĕвĕçсе, пĕр канашлă пулнă. N. Çак кай-ранхи хăй кӳршинчен кĕвĕçе пуçланă. Турх. Мĕшĕн шухăшла пĕлмесĕр, тивĕçсĕре кĕвĕçетĕн? Ткрл. Матки опăшкинчен кĕвĕçет (ревнует). Сред. Юм. Эпир иккĕн тӳр (дружно) пôрăннинчен кĕвĕçет. Ib. Эпир иксĕмĕр тӳр пôрăннине кôраймасăр, кĕвĕçсе çӳрет вит ôлă. Микушк. † Ялта сарă ачана тус турăм, тăшмансем кĕвеçсе сивĕтрĕç (разлучили по зависти). Баран. Кĕвĕçмесĕр, ăмсанмасăр калаçса ирттереймен. N. Хăвăнтан кайран килнисене кĕвĕçмен (ты). N. Хăвна (с дат!) кĕвĕçекентен шухăшланă шухăшна пытарса тăр. М. Васильев № 3, 25. Кайран-кайран этемрен те пит шуйттан кĕвĕçнĕ. || Сердиться, быть недовольным, ругаться. Кан. Çывăрма канни çук!.. тесе кĕвĕçет. Ib. Пăх-ха... вăхăчĕпе сĕллине те, утине те, улăмне те, пăтратнине те çинех ĕнтĕ ку лаша... а мĕн усси? тесе, кӳршĕ те лашипе кĕвĕçсе çапăçса илчĕ. Ib. Кашни çынтан: килсе çӳренĕ тăкакшăн, тесе, икшер тенкĕ пухма тăрăшса кĕвĕçрĕ. Сам. 75. Ятлаçать хăй, тарăхса, ват лашине кĕвĕçет. Ст. Чек. Кунĕн-çĕрĕн кĕвĕçсе çӳрет (ходит, надувши губы); сăмах калама çук, вăрçма тытăнат. Ib. Кĕвĕçсĕ çӳрет. Ругается ни с того, ни с сего. Хурамал. Хăй ăшĕнче çиленсе, чĕнмесĕр çӳрекен çынна: хăйне хăй кĕвĕçсе çӳрет, теççĕ. Завражн. Окçа кĕвĕçсе çӳрет?

кĕле

(кэ̆л'э, к'э̆л'э), просить, клянчить. N. Вăлсем мана кĕлеме ярĕç (нищенствовать). N. Мĕн кĕлетĕн (сколько просишь за) сысная? N. Эпĕ санран ытлашши кĕлеместĕп. Ст. Чек. Мĕнтен кĕленĕ (ытнă), çавна пар; мĕнтен хăранă, унтан сыхла. (Ӳчӳк туни). Б. Олг. Пăрçа çăнăх () полтинник (русское произн.) кĕлеччĕ. Хытăрах кĕлешшессĕн (если бы еще поторговаться), çичĕ пуссăр (за 48 коп.) параччĕ полĕ. Пăтăн (пŏдŏн) исессĕн, каярах та (еще дешевле) параччĕ полĕ. || Молиться. Н. Шинкусы. Пăттисем, какаесем пиçсессĕн, каллах выльăхсене силлентернĕ чух кĕл тăвакан кĕлле кĕлеççĕ. См. кĕл. || Хотеть, желать. Изамб. Т. Эп çавăнта кайма кĕленеччĕ те, каяймарăм. Ib. Кĕлеместĕр. Не желаете. Полтава 50. Пĕрре сана юратса, ĕмĕрлĕхе юратса, пĕр ырлăха кĕлерĕм. ТММ. Сăмси туртмасть — кăмăлĕ кĕлемест. N. Эпĕ тӳрре тухассине кĕлекенсем хĕпĕртесе савăнччăр. N. Эпир те вĕсем кĕленĕ пек, усала кĕлекен кăмăллă пуласран, çавсем пирĕншĕн пулнă паллăсем. N. Чун мĕн кĕленине ĕçсе-çисе, савăнса пурăнатчĕç. См. кĕлен.

кĕлер

(кэ̆лэр), золить, бучить. Зап. ВНО. † Кĕпесене те кĕлермелле (у др. кĕллемеле), мунчана та хутмалла. Эй, тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Сред. Юм. Кĕпене çумалла чôхне кĕлпе кĕлерсе лартаççĕ. Янтик. Кĕпе кĕлернĕ-ха вăл: кĕпе çума каяс, тет. Юрк. «Кĕпе кĕлернĕ, белье бучат». Сенчук. † Анне кĕпе кĕлерет, кĕл шывĕпе сирпĕтет. Хорачка. Кĕпе кĕлерсе лартатпăр (кĕлпе, шупа). Ст. Чек. Кĕпесене кĕлерсе лартас. Ib. Çипсене кăмакана кĕлерме лартнă. || ППТ. Урам хушши пĕтĕмпе шавласа — кĕлерсе (описка?) анчах тăрат. См. кĕрле.

кĕлер

(к'ӧ̆л'эр, кэ̆л'эр, к'л'эр), завалиться вниз спиною в ложбинку и т. п. и не быть в состоянии встать. Юрк. Лаша кĕлернĕ, тесе, лашана шăтăкра месерле выртса тăрайманнине калаççĕ. Изамб. Т. Лаша кĕлерет (бьется, не будучи в состоянии встать). СПВВ. ИА. Хăш-хăш чух выльăхсем кĕлерсе вилеççĕ. Сред. Юм. Вăйсăр лаша тăлăпа пôлсан, кĕлерет (не может встать). Якейк. Хăш чохне выльăх (лаша, ĕне, сорăх) кĕлермелле кайса ӳкет çапла храх хырăм çине (надо: хăрах айкки çине?) ӳкнине калаççĕ. Кĕлермелле кайса, выльăх çын тăратмасан, пĕр сахат çитиччен вилет. Ст. Чек. Лаша (сурăх) хăш чухне çурăмĕпе аялалла тăраймалла мар вырăна выртсан, тăраймас, çавăнтах нумай выртнипе вилме пултарат. Ib. Лаша кĕлерсе вилнĕ. Стюх. Кĕлерет. Падает навзничь (обычно говорят про лошадь). Орау. Ĕне-сурăх кĕлермелле выртсан (навзничь), тăраймаçть; нумайрах выртсан, вилсе те каять. КС. Клермелле (так!) кайса ӳкнĕ = месерле кайса ӳкнĕ (о скотине и о человеке). Тюрл. Лаша, йăваланма выртсассăн, кĕлерет. Зап. ВНО. Лаша кĕлернĕ. Лаша кĕлермелле ӳкнĕ («Когда лошадь или др. скотина упадет и не может встать»). || Завалиться. Орау. Ак каллех кĕлерчĕ ĕнтĕ (завалился спать), пĕр кӳпчеме (дрыхнуть) анчах пĕлет, мур!

кĕлет

(кэ̆л'эт, к'э̆л'эт'), амбар, клеть. Изамб. Т. Каçпала тыррине сăвăрса, кĕлете кӳртеççĕ. Альш. Пӳртне кĕмес, тет, кĕлет умне ларат, тет. N. Унтан вара ерипе, авалхи çынсем йăлипе, кĕлетелле (молодых) хупсассăн, пĕр-ик эрне тăрсассăн... N. † Ай кĕлет те çӳл кĕлет, çи витмесĕр тăра юлчĕ. Вомбу-к. Кĕлет тесе, пӳрт майлă шулапласа, витсе тунине калаççĕ. Кĕлетре пурасем (пӳлмесем) пулаççĕ. Собр. † Çӳлĕ кĕлет умăнчен сиксе анса пулмарĕ. ТММ. Вилли виле çинче, кĕлетки кĕлет çинче. N. † Улт ураллă кĕлечĕ пур. Сред. Юм. Кĕлет ôм кăлараппăр = кĕлет ом тăваппăр (приделываем крыльцо к клети). Ib. Çĕн çол çĕрĕ хĕрсĕм çӳлтен аялалла кĕлет пĕренисĕне хăлаçлаççĕ те, кайран кашни пĕренине çӳлтен пуçласа: пӳлме, пĕрне, хôтаç, тесе, шотлаççĕ. Йолашки пĕренине: (пӳлме), тесе, пĕтерсен, пуян çĕре каять, тет; пĕрне, тесе, пĕтерсен, чôхрах çĕре каять, тет; хотаç, тесе, пĕтерсен, начар çĕре каять, тет. N. Сӳс кĕлет, мунчала çăра уççи. (Мишук). Тюрл. Кĕлет çăри — кĕлет алăкне питĕрекен çăра. Юрк. Ăçта тытрăр? — Кĕлете кĕнĕччĕ, кĕлетре тытрăмăр. Тюрл. Кĕлет питĕркĕçне шалтан питĕрмелле, е тултанах вăрттăн питĕрмелле тăваççĕ. Актай. Пĕр кĕлете пăсăп та, ниçтан та юсимăп. (Хăй чĕлни). Ала 89. Кĕлечĕ-кĕлечĕпе тырă толтарчĕ, тет. || Осьмиугольная верхняя часть сруба мельницы. См. потвал. Мочеи. Так и в Якейк.

кĕлетке

(к'ӧ̆л'эт'к'э, ӧ̆ совсем мало заметно; кэ̆л'эткэ), тело. КС. N. Е тата, лĕп (тепловатую) шыв туса, пуçĕсене те, кĕлеткисене те çăва-çăва янă вăл. || Туловище. Панклеи. Кĕлеткине (её) алăк солли çомне тăраттĕрç. (Сказка). ЧП. Кӳмме çинче кĕлетки, ларкăч çинче купарчи. Н. Карм. Юлхав çынна калаççĕ: кĕлеткипе кăна усăнса çӳрет! теççĕ. Чураль-к. Кĕлеткинчен хӳри вăрăм. (Чакак). || Внешний вид, внешность. Панклеи. † Чипер кĕлетке (туловище) томтир тиркет; пирн чипер мар, тиркемест— йорать пире хора постав. N. Калама та çук çакă хĕрсене, пит чипер сăнĕсем те, кĕлетки-çурăм(ĕ)сем те пит илемлĕ пулнă, тет. Шибач. † Вăрманта вăрăм йăвăçне шулчинченех палатпăр; хамăрпа варлă хĕрсене кĕлеткинчен палатпăр. Сĕт-к. Кĕлетки хӳхĕм (стройный высокий). Орау. Лашин кĕлетки пур та (корпусом ничего, но...), хăй питĕ хавшак (çемçе). N. † Çит хĕврилĕ хĕр куртăм; çит хĕврийĕ çитмĕл сум, алли-ури утмăл сум, хĕр кĕлетки хĕрĕх сум. СТИК. Кĕлеткине курас килмест. Мне и смотреть на него противно. Ib. Сĕтел кĕлетки тукаласа хунă. Сделал нечто похожее на стол. Сĕт-к. † Çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Кан. Çĕр çăтман кĕлеткӳне! (Бранит лошадь, которая испугалась пеньков). М. Тув. Кĕлетки-çурăм çурта пек. || Вид, фигура, изображение, статуя, отпечаток, идол. Изамб. Т. Эй, кĕлетке (идол), çавна та пĕлместĕн! Истор. Вăрманта кĕлеткесем патĕнче вĕсем пĕр сӳнтермесĕр вут çунтарса тăнă. N. Этем ăсталаса кĕлеткене кӳнĕ (обделанный в виде...) чул. ДФФ. Амăшĕ, чирлĕ ачине вилĕмрен хăтарасшĕн, юмăçсем вĕрентнĕ тăрăх, чирлĕ ачи вырăнне чустаран ача кĕлетки туса, ăна вилнĕ çынна тумлантарнă пек тумлантарса, шăтăка кайса пытаратьчĕ. Орау. Леш енче, шыв çине йăвăç кĕлетки (тени, фигуры) ӳкнĕ таран, кимĕпе çӳрени курăнмаçть. Альш. † Шурти шурă тунката — чисти этем кĕлетки. Т. VI. Кĕшерни каç салтака каяс ачасем шыв çине тăхлан шăратса яраççĕ те, пăшал (ружье) кĕлетки пек пулсассăн, салтака каяс пулат, теççĕ. Бгтр. Ĕлĕкрех, апат çисен, кĕлетке тума каятьчĕç. Юр таса çĕре каятьчĕç те, унта месерле выртса, кĕлетке (отпечаток) туса хăваратьчĕç; тепĕр кунне, ирех кайса, пăхатьчĕç. Камăн кĕлеткине йытă, е кĕрĕк (= кирек) мĕн таптанă, вараланă пулсан, çав вилет, тетчĕç. Халĕ пирĕн апла тума пăрахнă. (Вечером, в день рождества). Якейк. Кам та полин пăсăлсан, ора йохма ерсе кайсан, çăпан тохсан, тата ытти чирсем çынна тапăнсан, чостаран çын клеткисам, е поканя туса, чостаранах лашасам туса, вăлсене кӳлсе, пиçнĕ хăмлапа салатпа, тăварпа, салакайăк çăмартипа çăл котсене, вар вĕçсене кайса: çак тĕлтрен иртсе кайнă чох çакăнти шу, çакăнти киремет тытрĕ полĕ, тесе, прахаççĕ. Зап. ВНО. Алсăр, урасăр, кĕлеткесем ӳкерет. (Сивĕ). N. Эп те кĕлеткене (портрет, фотографию) ӳкерттерсе ярăп. Ск. и пред. 103. Илемсĕр пӳрт кĕлеткинчен пăрăнтарать сăн-пуçа, N. Ун çинчен (об этом) кунта алă кĕлетки (рисунок руки) те укерсе кăтартнă. || Привидение. Изванк. Çул çинче вилнĕ çынсем кĕлеткен он курăнччăр, тесе, хăшĕ пуçĕсене тутăрсемпе чăркарĕç. (Поминки). Срв. мĕлкĕ. || Портрет, фотографический снимок. N. Манăн çӳл енчи (верховых) чăвашсенĕн кĕлеткине (фотографию) илес килет. Юрк. Унтан тата кĕлеткесем (портрет, картины) тума тытăнсан, вĕсене те темĕн тĕрлĕ (замечательно) çырат, пит аван художник.

кĕлĕ

(к'э̆л'э̆), моленье; молитва. Туй. Кĕлле маçтăр çын, знаток молитвы. || Хорошее пожелание. Т. VI, 62. Урăх сире нимĕн те кала пĕлместĕп, манăн кĕллĕм çак таранччен анчах. || Церковная служба. НАК. Сурăх-ури кунĕ, кĕлĕрен тухсассăн, вара кашни çын патĕнче ĕссĕр çынсем юрланă сасăсем илтĕнеççĕ. Тимяши. Акă çурçĕр тĕлĕнче кĕлĕ тытăнчĕ. Альш. Пĕр-ик кунтан Пукрав кĕлли кунĕ тенĕ чухне, е чăн Пукрав кунĕ... Ib. Хăятран тавăрăнаççĕ, кĕлли кунĕ (в день престольного праздника, 16 июня). Ib. Праçникĕн кĕлли кунĕ. В день службы во имя праздника. Ходар. Çапла хăтланса, вăлсем мăнкун ирхи кĕллине чан çапачченех çӳреççĕ (вирĕм ачисем). || Назв. божеств. Т. VI, 72... Унтан хăрпан, хĕрлĕ çырла (?), кĕлĕ, мăн кĕлĕ, çуртри Аслă кĕлĕ, вăталăх кĕлĕ, кĕçĕн кĕлĕ, Такталăри кĕçĕн кĕлĕ, аслă Сĕнче çинчи кĕлĕ, Илюха-хун хĕр тăвĕ, кĕмĕл султан кукрĕнчи кĕлĕ (здесь сохраняю правоп. оригинала), хура кӳл çинчи, хура шыв çинчи кĕлĕсем, çилпе пыран кĕлĕ, çилпе çӳрен кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ, выляса пыран кĕлĕ амăшĕ, иртсе пыран кĕлĕ, иртсе пыран ырă амăшĕ, тивни пур-тăр, тименни пур-тăр, çитни пур-тăр, çитменни пур-тăр — кĕлтăватпăр ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Ib. Шыв çинчи кĕламăшĕ, шывçинчи кĕлĕ. Ст. Яха-к. Унтан тата хыçалти тăватă кĕлле пилĕкшер нухрат илсе пăрахас пулат. (Туй таврашĕ тасаттарни). Ib. Çук ĕнтĕ, сире ни киремет, ни кĕлĕ, ни çăлкуç тытман («не схватил»). Изванк. Тĕп-сакане ак çакăнпа çуртăсем лартаççĕ: малтан вилнĕ çынсем, пиханпарсем (так!), хĕрт-сортсем, кĕлĕсем, килсе, тĕп-саканче сыхласа тăраççĕ, теççĕ (во время «çĕр тавраш»). Яргуньк. Лашасем чирлесен е вилсен, юмăçа кайнă. Юмăç каланă: кĕлĕ çинче е килемет (так!) çинче çĕмел çĕмĕрн(ĕ), тесе каланă. ЧС. Çав киремете пирĕн ялсем: чăн аслă, хаяр кĕлĕ, тесе пит хĕсеплесе тăраççĕ. Paas. Кĕлĕ — дух мольбища.

кĕлĕшлен

обращаться как бы в золу? Йерк. 157. Уяр çу, типĕ çу пит вăраххăн иртрĕ, пĕр тумлам та çумăр тĕсĕ пулмарĕ; сивĕнсе, пĕлĕтлĕ ĕнтĕ кĕр те çитрĕ, кĕлĕшленнĕ тăпра нӳрелсе курмарĕ (так как была засуха).

кĕлккĕлле

смешной, потешный. Ст. Чек. Пĕр кĕлккĕлле сăмах пурччĕ.

кĕмĕл

(кэ̆мэ̆л, к'ӧ̆мӧл, к'э̃мэ̃л'), серебро. N. † Лапăсем тăрăх шыв юхать, аякран кĕмĕл пек курăнать. Орау. Кĕмĕл пек тасатма пулин, пар, турă (т. е. хлеб, при веянии). N. Вăл япала кĕмĕл пулас пек калаçаççĕ. Говорят, будто эта вещь серебряная. N. Çак çĕрĕсем (кольца) кĕмĕл-и? Сала 363°. Çав ылттăн чашки çинче сым (так!) пыл пур; кĕмĕлли çинче тутлă пыл пур; тирки çинче шерпечĕ пур. Таса кĕмĕл укçи, деньги из чистого серебра (но: таса кĕмĕл укçа — не загрязненные, не грязные серебр. деньги). С. Айб. † Кĕçĕн кĕмĕл кĕпер чĕнтĕрлĕ, чĕнтĕр тăрăх пыраççĕ хăла утсем, кĕмĕл-ылттăн йĕнер çийĕнче патшапа пӳлĕх (написано неясно похоже на. «пумĕх») алли пур. N. † Кĕмĕлех те сулă, йĕс каптăрма, пулсан пулĕ Хусан лавккинче. Коракыш. Эй, качака тусăм, пире кĕмĕлсем сысса парăр-ха (vys'er'it'e nam s'er'ebra. Из сказки) Сĕт-к. † Врене шулчи çаврашки кĕмĕk шушне (= шыв ăшне) ӳкес çок; çын хорланă кĕлетки тин мохтава тохас çок. Юрк. †' Кĕмĕл черкке куçăм пур. N. Çуркунне каç-каç шăнтать те, çуртсем çинчен юхакан тăмласам кĕмĕл туя пек шăнса çакăнса тăраççĕ (о сосульках). || Мелкая серебряная монета; серебряные деньги. Кубня. Така турăм (принес в жертву), икĕ мăйракине кĕмĕл çакрăм, каçар. Скотолеч, 33. Вунă пус кĕмĕл пысăкĕш (величиною с серебр. гривенник). N. Ыттисем те хăйсенĕн хутаççисене салта-салта пăхнă; вĕсенĕн те хутаççисенче кĕмĕлĕсем пулнă. N. Ĕлĕкхи кĕмĕлĕрсене калла парăр: вĕсем ăна (их) астумасăр чикнĕ пулĕ сирĕн хутаççăрсене; || Серебряные украшения у чувашских женщин. Янтик. † Кĕçĕр хĕрсем пит çутă, çын кĕмĕлне çакнăран. Кан. Кăпăр-капăр шур япаласен лупашкинчен туртса кăларса, пĕр кĕмĕлне тăсрĕ. Чураль-к. † Манăн умри (на груди) кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çи(т)ти, ай, пултăр-и! См. чаршав. Альш. «Кĕмĕлсене тултарас» теççĕ. N. Вăхăчĕ вăхăчĕпе арăмăн кĕмĕлне, тумтирне саклата хуратăн. Букв. 1904. Çап-çутă кĕмĕлне-тенкине çакса тултарнă. ТХКА 91. Хĕрарăмсен кăкăр тулли кĕмĕлсем хĕвел çуттипе йăлтăртатаççĕ. ХЛБ. Чĕр кĕмĕл, ртуть.

кĕмĕр

куча денег, большая сумма денег. N. Пĕр кĕмĕр укçа алла кĕчĕ-ха! Получил кучку денег.

кĕмсĕр-кемсĕр

(кэмзэ̆р), подр. неодинаковому грохоту («звук смешанный; звук, не похожий на тот, который слышится, когда предмет падает плашмя. Если предмет упал «кĕмсĕр-кемсĕр», то он упал сперва так, потом свалился на другой конец или бок, и всё это вместе будет «кĕмсĕр-кемсĕр»). СТИК. Пăлтăрта маччаçинчен пĕр вут-сыппи (полено) кĕмсĕр-кемсĕр ӳкрĕ; Ib. Ӳсĕр çын такăнчĕ те (запнулся), лаххан умне (перед лоханью) кĕмсĕр-кемсĕр! туса ӳкрĕ. Сред. Юм. Кĕмсĕр-кемсĕр — стук многих больших предметов, когда они падают. Толст. Астумасăр мачча каштине (на чердаке) перĕнсе такăннă та, кĕмсĕр-кемсĕр! тутарнă (он). Утăм № 1,7. Шăлтăр-шалтăр! (стук), кĕмсĕр-кемсĕр! (грохот) сĕтелли тӳнчĕ. N. Кĕмсĕр-кемсĕр! кайсă ӳкрĕм (напр. на доски, от удара). N. Кĕмсĕр-кемсĕр! йăваланса анчĕ, ĕçрĕнсе (= ĕçĕрĕнсе) (бревно, по «кашта»).

кĕмсĕрт

(кэ̆мзэ̆рт), подр. очень короткому однократному громыханью. К.-Кушки. Ачи кăмака çинчен кĕмсĕрт! турĕ (свалился). СТИК. Пĕр-пĕрйн çине купаласа хунă пăтавккă-мĕн çын тĕртĕннипе хускалат та, тепĕр вырăна кĕмсĕрт! туса лăрат. (См. МКП. 124). Ib. Пӳлме арки çине таянтарса хунă пăтавкка, ӳкес пусан (= пулсан), кĕмсĕрт! тăват («звук тихий и глухой»). Ib. Илсе пăрахрăм та, кĕмсĕрт! туса ӳкрĕ.

кĕмсĕртеттер

понуд. форма от кĕмсĕртет. ППТ. Çав шăтăка (отверстие) тунă чух, çăварĕ патне (ко рту похороненного) чавса çите пуçласан, ку Питĕр(к)ке тупăкĕнчен кĕмсĕртеттерсе туха пуçланă, тет. Кан. Хăшĕ пĕр маях каяла-маяла çӳресе, кĕмсĕртеттерсе иртеççĕ. Юрк. Тепĕр вырăсĕ те, кĕсем çапла савăнса, кĕсле каласа ташланине кура-тăра (видя), ытараймасăр, тытăнат хăй юлташĕпе пĕрле урайĕнче, туйри пек, кĕмсĕртеттерсе, сике-сике ташлама. Шурăм-п. № 24. Пăрахут кĕмсĕртеттерни пĕртик анчах илтĕнет. СТИК. Кĕлетре кам кĕмсĕртеттерсе çӳрет? Ib. Тĕттĕм çĕрте япаласене перĕнсе ӳкерсе çӳренине аяккарахран итлесе тăракан çын: кĕмсĕртеттерсе çӳрет, тийĕ (скажет). Тюрл. Ăмма кĕмсĕртеттеретĕн (стучишь?) Сред. Юм. Кам кĕмсĕртеттерсе çӳрет çав алкомче? («Стук досок, по которым ступают, и предметов, укладываемых или бросаемых. кем-нибудь»). || О громе. Paas. Аслати кĕмсĕртеттерет. См. МКП 145.

кĕнчеле-уççи

кĕнчеле йывăççи, кĕнчельуççи, кĕнчелӳççи, пряслица. Нюш-к. Кĕнчеле, кĕнчеле-уççи; ее части: 1) кĕнчеле йывăççи, 2) кĕнчеле кучĕ. Тюрл. Кĕнчелӳççи кочĕ, кĕнчелӳççи патакки. Альш. Унтан вара ирхине ирех «кĕнчеле-йывăççисене» йăта-йăта тавăрăнаççĕ килĕсене. Тюрл. Воникĕ портаври пĕр çĕрте выртнă, воникĕ кĕнчелӳççи выртмап. (Послов.). Сред. Юм. Кĕнчельуççи тесе, çип арланă чôхне сӳсне çыхакан патака калаççĕ.

кĕпе

(к'э̆бэ, кэ̆бэ, кэ̆βэ,) рубаха; женская рубаха. КС. Кĕпене ухаççĕ, кивеççĕ, чӳхеççĕ, тукмакпа (или: валекпе) çапаççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ шыва кĕпе хывса кĕтĕм те, ман пусма (снасть) пĕр мăн туратран çакланса ларнă (зацепилась). Сĕт-к. † Осал та полин, хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. Альш. † Хăрансуски кĕпе, ука çуха, килĕшет-çке пирĕн йысна çийĕнче. Ib. Эпир виçĕм çул çунса кайрăмăр (погорели), çири кĕпепе кăна тухрăмăр. N. † Кĕпесе (=кĕпесене) те кĕлермелле, мунчана та хутмалла; эй тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Сред. Юм. Кĕпен çĕвви кайнă. Рубашка распоролась по шву. Ib. Кĕпене пăрсан (если выжать), шыв тохать поль! (Говорят, если человек очень вспотел). О сохр. здор. Пĕр кĕпе вĕççĕнех. В одной рубашке (без другого одеяния). Зап. ВНО. Ӳчĕ тулта, кĕпи шалта (свеча). ТММ. Алăсăр-урасăр кĕпе тăхăнать. (Тӳшек). Ib. Çĕнĕ кĕпе тăхăнтарнă чухне: кĕпе пĕттĕр, пуçĕ юлтăр! теççĕ. Зверев. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр. (Ӳсес çын çĕнĕ кĕпе тăхăнсан, çапла калаççĕ). ГТТ. Эпĕ унăн кĕпине çухаран тытрăм та, шăна (муху) ятăм (за ворот). Ib. Эпĕ, унăн кĕпи çухине тытса, кĕпи ăшне шăна ятăм. Ст. Шаймурз. Пĕр кĕпене иккĕ тăвар, кукка патне каяр. Чăв. й. пур. 14. Пĕтĕмпе кĕпесем çуркаланса пĕтрĕç. К.-Кушки. Кĕпи çĕтĕлтĕр, хăй ӳстĕр! теççĕ Кушкăра, кам та пулин çĕнĕ тумтир тăхăнса тухсан. ăна тумтирĕнчен чĕпĕтсе (в данном случае — за рубашку). Эпир çур. çĕршыв 18. Хĕрсем те хăшĕ-хăшĕ Хусанта кĕпесем çунă çĕрте (в прачечных) ĕçлесе пурăнаççĕ. Алик. † Кĕпе вăрăм туртакан салтак арăм пулатĕ. Кĕпе кĕске туртакан юмăç карчăк пулатĕ. Обиково. Çырмара ик сар хĕр ташлĕ. (Кĕпе кивни). Чебокс. Анне вăл вăхăтра кĕлет умĕнче кĕпе çакса тăраччĕ (развешивала). Ст. Шаймурз. † Йĕтĕн кĕпи çил илет. N. Ачине тумасăр, кĕпине ан çĕле, теççĕ. (Послов.). || Белье. Ядр. Çавăн чухне ман пĕтĕм кĕпесем, сăхмансем çунса кайрĕç. || Сорочка. В. Олг. Тьыха кĕпи. ГТТ. Хăш-хăш ача кĕпипех çуралать, кĕпине вара пуçтарса хураççĕ (вешают в маленьком лукошке). Альш. † Эпĕ кĕпепе çуралман (не родился в сорочке), эпĕ телейлĕ те мар. Орау. Ача кĕпипе çуралнă. || СТИК. Начартарах чĕпĕ çăмартаран хăй тухса ӳкеймест пулсан (не может вылупиться), ăна алăпа çĕмĕрсе кăлараççĕ те: чĕпĕ кĕпине та татайман, теççĕ. || Exuviae, линовище. Городище. Таракан кĕпине пăрахнă. Таракан сбросил старую шкурку. || Конверт. N. Çыру кĕпипе (конвертпа) ярас пулсан, 7 пуслăх марккă чиксе ярас пулать. || Губчатая мякоть в гнилом дубе. Якейк. Кĕпе — çĕрĕк йоман варĕнче çамçа кăмпа пак япала янкарта, янкар сарă япала. || Шарбаш. Кĕпешне (= кĕпе ăшне) шăнăçмаç. Выходит из себя. (Ку сăмаха хуйхă, çилĕ чухне калаççĕ).

кĕпе-йĕм

белье. Тим. Шăматкун харпĕр хăй çемйипе мунча хутса кĕрсе, пурте шурă кĕпе-йĕм тăхăнаççĕ. Алших. Атте-анне! паянхи кун уйăрлатăп сиртен, анчах ĕмĕрлĕхе мар, кĕпе-йĕм улăштарма кăна. Çам. Хр. Пĕр каçхине аялти кĕпе-йĕмсемпе çеç таçта кайса, пачах çухалнă.

кĕпе вакки

прорубь для мытья белья. Панклеи. Çав ялта пăр (=пĕр) тăлăх карчăкăн пĕр çĕтĕк сăпка пор; çав сăпкана хӳререн çы(х)хрăм та, Салтан кӳллинче кĕпе вакне яртăм. (Сказка).

кĕпер

(к'э̆бэр, Пшкрт: кэ̆βӓр), мост. (В Сред. Юм. это слово произносится двояко: кпэр, или кэ̃бэр; в первом случае гласная э̃ совсем не слышится). Зап. ВНО. Алсăр-урасăр шывсем урлă кĕперсем хывать. (Сивĕ). N. Вĕсем кĕпер кутне шыва кĕме анаç. Шемшер. † Пуян çынăн пурăнăçĕ кĕпер урлă каçнă пек; начар çынăн пурнăçĕ тăвайккирен хăпарнă пек. Янорс. Кайсан-кайсан, икĕ çырма урлă каçрăмăр; икĕ çырминче те кĕпер пур. Моштауш. Çав çырмара кĕпер тунă. Çав кĕпер урлă çынсам çоран та, лашапа та каçса çӳреççĕ. Бес. чув. Вăл халĕ, ыттисем пекех, кĕпер урлă чипер каçса кайрĕ; ту çине, çуррине çитиччен, хăпарчĕ те, чарăнчĕ. N. † Вăрман патне кĕпер хурăм (= хыврăм) çырла çеçки нăмайран. Яргуньк. Ир тăчĕç, тит те, ылтăн карлăклă, йĕс кĕперлĕ кĕпер курчĕç, тит. Юрк. Çав вăхăтра Мертлĕ айĕнчи вăрман витĕр çич-сакăр ăлав чикансем тухса, Сĕве кĕпер урлă каçа пуçларĕç. Ib. Кĕпер урлă каçас чухне çав кĕпер умне кăшт пĕр çын пырса тăрат. Якейк. Паянхи çиллĕ çăмăр тырăсене кĕпер пек выртарнă (= çĕр çомнех). Эльборус. Унччен те пулмин, çак кĕпер патне икĕ çын анчĕç. Кан. Кив кĕперĕнне те айккисене (землю с боков) шыв çура (рязмывать) пуçланă. Сюгал-Яуш. Айта леш енне, кĕперпе кайса çавăрăнар, терĕ. || Мостки. Кан. Çыран куçасран кĕпер (мостки) тума тытăннăччĕ. || Помост. В. Олг., Чебокс. † Шыв ăсакан кĕперĕн (у мостков) хăми пуçнех тăтăмăр. Ст. Чек. Урапа çумĕнче кĕпер (у колеса обдирки). || К.-Кушки. Кĕпер панчи ырăсем.

кĕперлĕх

то, из чего можно сделать мост. Пир. Йал. Пĕр çыран хĕрринче кĕперлĕх чул кăларнă. || Место, где много мостов. Альш. † Çеçен хир варĕнче çавра кӳлĕ, çавра кӳлĕ çинче кĕперлĕх.

кĕр

(к'э̆р, кэ̆р), выйти, зайти, вьехать, заехать. N. Санăн ăçта кĕмелле? тесе ыйтрĕ ăлавçă. N. Ăçта кĕрĕпĕр çĕр выртма (на ночлег)? Альш. Хулана кĕнĕ çĕртех (при самом въезде в город) пĕр пĕчĕкĕ çурт пулнă. Етрух. Пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ («çынна пытарни»). Орау. Мĕн пур пӳлĕме (во все комнаты) кĕре-кĕре тухрăм. N. Пӳрте кĕнĕ-кĕмен (не успел войти, а...) ятлаçма тапратрĕ. Чуратч. Ц. Усал тарçи пӳрте кĕнĕ-кĕмен ыйтрĕ, тет: куртăн-и? тесе. N. Сарă сĕтел кутĕнчен, мăйлă стаккан патĕнчен, ĕçсе-çисе кӳпĕнсе, кĕре-туха пĕлмеççĕ. N. Вĕреннĕ те (привык) унта çӳреме, халь те хăш чухне астумасăр (невзначай) кĕрех каяп. N. † Ай-хай, хамăр тантăшсем халех кĕрсе кайăпăр. Орау. Эп леш пӳлĕмрен тухнă çĕре вăл кĕнĕ-тăнă (вошел). ГТТ. Кĕриччен малтан, тухассине тавçарса ил. (Перевод тат. пословицы). N. Вара хĕрпе арăм, пĕркенчĕк ăшне кĕрсе ларса арăмĕ виçĕ çавра (3 куплета) йĕрсе кăтартать N. Вăл вăрманта çӳрекелерĕ-çӳрекелерĕ, тет те, темскерле пĕр упа капкăнĕ çине кĕчĕ кайрĕ (наткнулся), тет. Пазух. Хĕрсем вăйăран кĕрсессĕн, каять урам илемĕ. Сĕнтерчĕ 37. Ниçта кĕре-кая пĕлмесĕр, кускаласа çӳрет. Могонин. Пĕр пусăк çын пĕчĕк çынăнне уй анине пĕр утăм пек кĕрсе сухаланă (запахал лишку). || Тайба-Т., К-Кушки. Калуш атта кĕмес. Капоши не лезут на сапоги (калоши малы для этих сапог). || Попадать, проникать. ЧС. Тăла çăпатисене пĕри те пал(л)аса сырман: хăшĕ алла кĕнĕ, çавна сырнă. N. Çав йывăçсем пĕтĕмпех пиçсе кайнăчĕ, хăшĕ çурри таран çунса кĕрсе кайнăчĕ (обгорели). Альш. Ялăн тулашне тухса, çĕре алтса кĕреççĕ те икĕ енчен, хапха пекки тăваççĕ. («Çĕнĕ вут кăларни»). Сюгал-Яуш. Кайран пĕр мăн полă кĕчĕ (поймалась). N. † Çинçе вăлтана кĕрекен, хăй те кăртăш чĕппи вăл. Цив. Пулă çавăн пекех кĕрет (ловится). О сохр. здор. Çапах та хăш-хăш таса мар япала тӳшек çитти витĕр те çапать: пысăк çынсен тарĕ, ача-пăчан шăкĕ кĕрсен, тӳшекрен вара пит шăршă кĕрекен пулать (пахнет). Сред. Юм. Ôра айне кĕрен вит! Ведь лезешь под ноги. N. Тĕтĕм коçа кĕрет, ят коçа кĕмест. (Послов.). Толст. Çамрăк турачĕсем пĕрĕнсе кĕнĕ (сморщились). Альш. Хай Утил (Удел) çинчен калаçса кĕрсе кайрăмăр (разговорились об...) эпир. Ib. † Çамрăк хĕрсене илем кĕмес, кĕмĕл тенкĕ çакмасан. || Подгонять друг друга. Шел. 80. Харăс çĕкленсе йĕрки-йĕркипе, пĕр-пĕрин çине кĕрсе пыраççĕ (косцы). || Напасть. Истор. Тутарсем çине пырса кĕрсе, кам алла лекнине йăлт вĕлерсе тухнă (они). Ib. Вăл тăшман вырăссенчен темиçе хут вăйлине курса, унăн çине кĕме хăраса тăнă. Алекс. Нев. Нимĕчсем тĕрлĕ енчен вĕсем çине пыра-пыра кĕнĕ. || Поселиться, поместиться, занять. Изамб. Т. Халĕ кам патĕнче пурăнат? Якур патне кĕнĕ (погорелец). Изванк. Унăн мĕн каланисене хут çине çырсан, виç-тăват листа çине те кĕрес çук. Орау. Ăçта кĕрет-ши ман?! (о еде: «куда это только у меня помещается?!» — т. е. я много ем). || Идти, уходить. Изамб. Т. Тума (на одежду) пилĕк аршăн пустав кĕрет (идет). N. П. С. ани çинче урапана кĕмерĕ. || Наняться, поступить на место, на работу. N. Кĕр хам пата тарçа, мĕн чул илетĕн укçа, тенĕ вăл. Истор. Годунов патшана кĕрсе-кĕрсе пит тĕплĕ кĕрсе ларасшăн пулнă. Регули 1216. Кĕрсенех (малтан, кĕрсенех; первей, кĕрсенех) йăвăрччĕ, кайран çăмăлланчĕ. || Коракыш. Кусем татах парăма кĕнĕ (вошли в долги). || Капк. Те лупас айĕнчи тин туса хунă чĕрĕ кирпĕçсем çинче йăваланнипе айăпа кĕнĕ (провинился). || N. Суйланă çынсем причака кĕмелле пулнă (должны были принять присягу). || Войти в употребление. Сред. Юм. Ĕлĕк çĕре ахаль виçнĕ, унтан вара сăнчăр кĕнĕ, пôрнан ĕмĕрте кĕççе кĕрет. Якейк. † Çынсам çинче порçăн тоттăр, пирĕн пуçа кĕрес çок, — кĕрес çок мар, тохас çок. || Войти в силу. N. Патшалăх Канашĕ тунă ĕç канашра ларакансенчен виç пайĕнчен икĕ пайĕ килĕштерсен тин (саккун) йĕркине кĕмелле пулнă. || Выйти в люди. С. Тим. † Эпир çук çын ывăлĕ-хĕрĕ, хăçан кĕрĕпĕр-ши çын çине? («çын çине кĕрес» означало «стать порядочным, состоятельным»). Девлизерк. † Атте-анненĕн пиллĕхĕ çитсен, пулмăпăр-ши эпĕр çынсем, кĕмĕпĕр-ши эпир çын çине? || Дожить до той или иной поры. Беседа 18. Микулай çапла мункуна кĕчĕ. N. Çуркунне иртсе кайрĕ, çăва кĕтĕмĕр. Альш. Йĕпе-сапана кĕриччен (пока не началось ненастное время). || Çăварни. Çакна илтсен, ĕнтĕ ăса кĕрес пулать (надо образумиться). N. Вĕсем куçĕсемпе курасшăн мар, кăмăлĕсемпе ăна кĕресшĕн мар (в ум прийти). || О запахе. Толст. Йытă хир чăххи йĕрĕпе малалла мĕн чухлĕ кайнă, çавăн чухлĕ ăна чăхă шăрши кĕререх парса пырать (пахло сильнее). СТИК. Ахтар, хăнчен тар шăрши кĕрет! || О купаньи. Ст. Чек. Пике те, шыва кĕрсен-кĕрсен, тухат. N. Çырма патне çитсен, ачасем пĕри те кĕресшĕн мар, пурте хăраççĕ. || О крещении. Истор. Çапла 988-мĕш çулта Киеври халăх пĕр кунтах тĕне кĕрсе пĕтнĕ. || Кан. Ĕлĕк хурал пӳрчĕ тĕттĕм, таса марччĕ, халь ĕнтĕ илемĕ кĕчĕ (стала опрятной). || Садиться (о ткани). См. тăла тĕртни. || В качестве вспомогательного гл. БАБ. Тултан пĕр чăхă тытса кĕрсе, пӳрт урайне яраççĕ. Ib. Вара хăй ман çăвартан ăша вĕрчĕ те, таçта кайса кĕчĕ (исчез). Альш. Акам, эсĕ ман хыçран питĕрсех кĕр (запри за мною) хапхана. N. Çта кайса кĕресех! Куда же бы это укрыться! N. Чопкаласа çӳрет, ниçта кайса кĕримаçть. Çта кайса кĕчĕ ку шăрши? Шурăм-п. Хăмла татса пĕтерсе кĕнĕ чухне, пĕр шалча лартса хăвараççĕ. Чăв.-к. Кăшт выляса кĕрем-ха! Ходар. Ачасем: вирĕм, тесен, савăнса, таçта та кайса кĕрĕç (несказанно обрадуются). Юрк. Пырса кĕтĕмĕр (взъехали) пĕр кĕпер çине.

кĕрсе тух

заходить. Якейк. Эпĕр сирн пата, пасара килсен, кĕрсе тохмасăр каймастпăр (т. е. всегда заходим). Янтик. Кĕрсе тухкала (заезжай, захаживай) иртсе çӳрекеленĕ чух! Каятшĕн-килетшĕн кĕрсе тух! N. Унтан пĕр виçĕ çул хушшинче хăйсене кĕрсе тухмаллăх (для шитья) çурт турĕç, тет (сказка). Сунт. 1929, № 9. Каяс умĕн вуламалли çурта (в читальню) кĕрсе тухкалама каларĕ. Орау. Сĕт савăтне (посуду с молоком) леррех (подальше туда) ларт, тата ман çан кĕрсе тухĕ! (а то и мой рукав искупается).

кĕркунне

(к'э̆ркун'н'э, Пшкрт.: кэ̆рђон'а), осень; осенью. Орау. Кĕркунне пулчĕ, наступила осень. Ib. Кĕркунне пуласшăн пулмалла. Видно, хочет быть осень. Юрк. Вăхăт кĕркунне енне кайнă пекех туйăна пуçлат. Сред. Юм. Кĕркôнне кайнă чôхне, çорконне килнĕ чôхне каякан кайăксем кайăк-хор çольне пăхса (по млечному пути) каяççĕ, тет. N. Кĕркуннепе çуркунне çулсем пăсăлаççĕ. Н. Седяк. Кĕркунне каякан, Кĕркури арăм пулакан. (Насмешка над именем). Истор. Кĕркунне пулса киле пуçланă. Наступала осень. N. Çапла вара унăн çитес кĕркуннене (к следуюшей осени) анкарти те, пахча та хатĕр пулса тăчĕ. Богдашк. † Кĕркуннехи пăрăва уçăм çине ямаççĕ. СТИК. Кĕркунне майне кая пуçларĕ (пахнет осенью). N. Кĕрко(н)несене хам таврнирпи (= таврăнирăп-и, таврăнайрăп-и), тесе шотлап (как-нибудь осенью предполагаю вернуться сам). N. Вĕсен вăрлăхне илеççĕ те, кĕркуннеренех (еще с осени) акса хăвараççĕ. Орау. Пĕлтĕр ыраш сухи (озимая пахота) кĕркуннеччентерехех (почти до осени) пычĕ те (продолжалась), çапах та тырă кайран акни те, малтан акни (те) кăçал пĕр пекех пулчĕ. Альш. Кĕркуннехи чĕппĕн автанĕ çурăмпуç килнĕ чух тин авăтать. Юрк. Кĕркуннелĕ-мĕнлĕ (приблизительно осенью) чысти куçмалла (переехать) пулĕ.

кĕр

(к'ӧ̆р, кэ̆р), подр. более или менее резкому шуму. Иногда удваивает конечную согл. Сред. Юм. Пичке пăккине ал лекнĕ те, шыв кĕрр! турĕ (или: кĕрлерĕ) тбхрĕ. Ib. Пôш поталкка (пудовка) çине тырă ярсан, кĕрр! туса анать. Шел. 47. Урам тăрăх кĕр-кĕр-кĕр! тăпăртатса çӳреççĕ. || Подр. звуку, получающемуся от поддаваемого в бане пара. Сред. Юм. Мунчана вăйлă хôтсан, чôл çине ăшши парсан, кĕрр! çиç тăвать. Ib. Муньчари чôл ăшши пит нăмай чôхне кĕрр! тăвать. Пăртак пĕте пуçласан, чаш! тăвать; ôнтан вара — чашшш! кайран вара чăшш! çиç тăвать. || Подр. дружному хохоту. Шурăм-п. Ачасем пурте кĕр! ахăлтатса ячĕç. Толст. Çынсем, вăл йăтса тухнă япалана лайăхрах пăхса илсен, пурте кĕр! кулса ячĕç. || Подр. шуму при разговоре. Альш. † Мĕшĕн шавламастăр та, кĕр тумастăр, элле хуçи ятсене пĕлмесре (= пĕлместĕр-е)? Юрк. † Çакă пирĕн халăхсем пĕр сăмахпа кĕр тăват, (т. е. ограничиваются одними разговорами? Хĕр сăри юрри сăввисем). || Подр. дружному взлету стаи. Шорк. Салакайăксем кĕтӳпе кĕрр! вĕçсе карĕç. Тюрл. Кăвакарчăнсĕм кĕрр (к'ӧрр)! вĕçсе карĕç ошкăнĕпе. || Подр. звуку (гулу) большого колокола. Тюрл. Кĕрр (кӧ̆рр, звук ӧ̆ несколько приближается к ŏ). Сред. Юм. Хосан соборĕ чанĕ кĕрр! çапать. || Подр. шуму быстрой речки. Сред. Алг. † Тарăн çырма кĕр кĕрлет. || Сразу, дружно. Тюрл. Чăх-чĕпписем кĕр (к'ӧр) тохрĕç (вылупились все без остатка, сразу). N. Тата акнă вăрлăх харăс, кĕр шăтма кирлĕ. Шурăм-п. Вара пурте, кĕр тăрса, хăйсем пичĕсемпеле кăнтăрла енчи Эл кӳлли енелле çавăрăнса, келтума тытăнаççĕ. СПВВ. Кĕр тытăннă. Якейк. Порте кĕрр (к'э̆рр) тохса карĕç (вышли). Ib. Вăлсам пирĕн пата кĕрр килсе кĕчĕç (вошли все сразу).

кĕрле

(к'ӧ̆рл'э, кэ̆рл'э), шуметь. Сред. Юм. Пăрахут иртсе кайнă чôхне, хăй кôрăнмасан та, кĕрлени илтĕнет. N. Вут шыв айĕнчен каллах кĕрлесе çунса карĕ, тет. КС. Çурт (строение) çуннă чухне кĕрлесе, шатăртатса çунать. Альш. Хыпать (огонь) хайхи урамăн леш енне те. Каять кĕрлесе вăл енĕ те. КС. Шыв кĕрлесе юхать («водопад, сильный эвук»). Хĕн-хур. 203. Шур Чĕмпĕр хули кĕрлет хăй майпе... кунта тĕрлĕ шав... кĕрлет чан сасси. ДФФ. Унта сăрт айккинчен пĕр вăйлă çăл кĕрлесе юхса тухать; шывĕ сивĕ. Капк. Тулта çанталăк кĕрлет, ай тур-тур! N. Çил кĕрлесе вĕрет (самый сильный, с ревом). N. Кĕлте кӳртнĕ чух ялта урапа кĕрленĕ сас анчах илтĕнет. Чув. пр. о пог. 90. Сăмавар кĕрлесен, çăмăр пулат. Если самовар шумит, будет дождь. Шорк. Вăйлă çил тохнă та, вăрман кĕрлесе анчах ларать. N. Тупă сасси пĕр чарăнмасар кĕрлесе тăрать. Орау. Паян ир çăмăр хыт чашлаттарчĕ-çке! çурт тăррисем (железные крыши) аслати пек кĕрлерĕç. 93 çул, 11. Хаяррăн кĕрлекен тинĕс тĕлĕнче çамăр пĕлĕчĕсем хуп-хура ушкăнăн çакăнса тăнă. N. † Кĕтӳ килет кĕрлесе, хура ĕне килет мĕкĕрсе. (Хĕр йĕрри). Истор. Хай хрантсуссем, кĕрлесе, Мускава кĕрсе тулнă. КАХ. Пире килĕшпе чипер кĕрлесе (хорошо, весело) пурăнма пар, çырлах! (Хĕрт-сурт пăтти). Карамыш. Айроплан (или: яроплан) кĕрлет. Аэроплан шумит. N. Туй ачисем кĕрлесе те çитрĕç (подошли с шумом).

кĕрлек

(кэ̆рл'эк), шумный. Хĕн-хур. 115. Кĕрлет ак пĕр сий кĕрлек калаçу.

кĕре

(к'ӧ̆рэ, к'э̃рэ), свилеватый (о дереве). СПВВ. Т. Кĕре пушар (свилеватый) тенни пулатm; пушар = вушар. Хорачка. Кĕре çорăлман йӳç. Ib. «Кĕре — хытă. Кĕре йывăç — такое, которое не раскалывается вследствие необычайной твердости и плотности, напр., клён». См. мушар. М. Сундырь. Кĕре (к'ӧ̆рэ), крепкий. Ib. Кĕре çын, кĕре йăвăç. МПП. Кĕре юман. Седойкино (Татарк. р.). Пит торатлă, мăршак йувăçа кĕре теççĕ. Ал пăчăкă аврине кĕре йувăçран тăвас пулать. Якейк. Кĕре йăвăç —çорăлми йăвăç (çăка, хорама и др.). СПВВ. АС. Кĕре йывăç = пĕр сисĕр йывăç, çурăлман йывăç. Тюрл. Кĕре йăвăç (çорăла пĕлмес). || В перен. см. Якейк. Кĕре çын — çирĕп çын. Ib. Онашкал кĕре çын эп нихçан та корман. МПП. Кĕре ӳтлĕ — крепкий телом.

кĕреке

(кэ̆рэгэ, к'ӧ̆рэг'э), передний угол в избе; место за столом. КС. Кĕрекене ларт, сажать за стол, где угощенье. Ск. и пред. 48. Пĕр пӳлĕмĕнче, чи кĕрекере, ларать çутăлса сăрланă сĕтел. Ст. Чек. Кĕреке не стол, а передний угол. Ib. Кĕрекене сĕтел хушшине арçынсене лартаççĕ. Ib. Кĕреке — в гостях — яствэ, которые ставятся на стол. Эх, ун кĕреки! пирĕн пеккисене унта ларма та çылăх (т. е. мы недостойны). Янтик. Кĕреке — место за столом на стуле, на стороне двери. Вомбу-к. Кĕреке тесе, тор-ом (= турă умĕ, т. е. перед иконой) патнеллине каланă. НАК. Хăйне (его самого), пӳрте илсе кӳртсе, кĕреке хушшине сăра ĕçме кĕртсе лартаççĕ. Г. А. Отрыв. † Кĕреке умне тăрас тесе, хĕр ĕмĕрне хĕрхенмарăм (так!). Бюрг. † Эпĕ хамăн аттемĕн аслă ывăлĕ пулăттăм, кĕреке кутне тăрса юрлăттăм. ППТ. Кашни килрен тухас чухне çуртра ваттисене кĕреке кутне лартса пуççапаççĕ. Юрк. Çак тăванăн ĕçки-çики кĕрекийĕн варринче. Т. Григорьева. † Кĕрекене тăтăм, юрларăм, ваттисем пурне пĕлмерĕм. Сред. Юм. Кĕреке тесе, ĕçкĕ-çикĕре сĕтел умĕнчи вырна (= вырăна) калаççĕ. Ib. Кăш-тепĕр (иной) çын, кĕрекене ларсан, килшӳллĕ, ытлашки чорт-та-пĕр сăмах (вздор) сăмахламас, пит ĕçсе усĕрлмес, çынпа ытлашки сăмахламас, пăхма та илемлĕ («Приличествует сидеть за столом, нарезывая хлеб и управляя столом, едою»). Йӳç. такăнт. 28. Лар-ха, кум, кĕрекенеллерех, йĕркеллĕ пулар... Пиçенер. Пичи кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайăлам-ши (на стол ли мне облокотиться), пичи çине сĕвенем-ши? (прислониться). N. † Аттен кĕреки — мăн кĕреке; кĕреки çине тайлам-ши, атте çине тайлам-ши? Пизип. Ати кĕреки, ай, мăн кĕреки; кĕреки çине, ай, сĕвенем-ши, атти çине, ай, сĕвенем-ши? Т. VI. 61. Çак ĕçкĕшĕн эпир хуçана тайăлас тетпĕр, тесе, кĕрекене пыраççĕ. N. Тăкса кĕрсен, алăк патĕнчи сĕтеле кĕрекене лартаççĕ те, ĕçсе çиеççĕ. N. † Тĕпеле кин кӳртме парăсăнччĕ, кĕрекене кĕрӳ кӳртме парăсăнччĕ. Ала. 102. † Эпĕр хамăр кĕрекере, стаккан тĕпне çолаппăр, пирĕн арăмсам тĕпелте, корка тĕпне çолаççĕ. Ст. Шаймурз. † Савнине лартăпăр кĕрекене, савманнине лартăпăр алăк патне. Н. Лебеж. † Икĕ кĕреке хушшииче вуник курка вылянать. Вуник курка çитменнине сарă алтăрпа ĕçтерет; сарă алтăр çитменнине тутлă чĕлхи йăпатать. ЧП. Кĕрекене сĕтел туртса лартас çук, эпир тăвана çăкăр-тăвар парас çук. Ой-к. Килĕрех, хура халăх, кĕрекене кĕрсе ларăр ĕçме-çиме! БАБ. Кĕрекере пĕр сĕтел ларать. N. Ку кĕрекери ĕçкĕ-ха, куншăн чăвашсем хаярламаççĕ. || Особый точёный деревянный сосуд для пива, употреблявшийся раньше при молениях. Сунчел. Образцы. 37. Сирĕн кĕрекĕрсем пит чĕнтерлĕ — хăш пасарта суйласа илнĕ-ши? Сутел. † Сирĕн кĕрекĕрсем иккĕ-мĕн, перри кăна сахăр, тепĕри кăна пыл. ЧП. Ай, юрла та юрла, тиеççĕ, кĕрекисем сайра тивнине пĕлмеççĕ. Юрк. † Тав сана та, тав мана, чĕнтерлĕ кĕреке пыл сана! Альш. † Ай-хай хăтаçăм та тăхлачăçăм, эпир ĕçнĕ кĕрекене хăла (густой) пылсем пулса (тулса?) юлмĕ-ши? Хорачка. Кĕреке — алтăр пак арлă (= авăрлă), пысăк (ялта иккĕ-виççĕ пор); той тума тапратсан, она исе каяççĕ. Альш. Çак хăтанăн икĕ кĕреки пур, — памĕ-ши пире пĕр кĕрекине? Çак хăтанăн тăхăрвун тăхăр курки пур, — памĕ-ши пĕр куркине ĕçмешкĕн? N. Çак хăтапа тăхлачăн кĕрекинче виçĕ тĕслĕ ĕçкĕ-çикĕ пур. (Такмак). N. † Кĕрекĕр аври — йăлтăрма, кĕреки илемне çав кӳрет. N. † Ылттăн пуçлă кайăк пулса, кĕреке çине килсе ларччăр. (Хĕр йĕрри). Т. VI. Куркана тĕппи ĕçес мар, кĕрекерен çӳле çĕлес (сикес?) мар... N. † Эпир те ĕçнĕ кĕрекĕр, кĕрекĕр тулли сим юлтăр. Срв. Paas. 64.

кĕренкке

(к'ӧ̆рэн'к'к'э), то же, что кĕрепенкке. Б. Олг. Пичи карĕ те, пĕр кĕренкке (фунт) пĕренĕк исе килчĕ, косса кайса, самла (= салма) йишши пĕренĕк. Ib. Арăм калат: мĕскер çийĕпĕр? Тавай илĕпĕр иккĕн ик кĕренкке колачă.

кĕреçе

(к'э̆рэз'э, к'ӧ̆рэз'э), лопата. См. кĕрече. Лопаты бывают: тимĕр кĕреçе железная лопата; йăвăç кĕреçе деревянная лопата; çăкăр кĕреçи (-з'и), хлебная лопата; тырă кĕреçи или сăвăр кĕреçи, лопата для веяния хлеба на току. Ст. Чек. Кĕреçе сухал (борода лопатой). || Весло. N. Атăл хĕрĕнче пĕр шăтăк ким ларать, тет. Ку вилле ким çине кĕреçипе чараклантарса (подпёрши) тăратрĕ, тет те, Атăл варнелле тĕксе ячĕ, тет. || Совок. N. Пĕр кĕреçе çăнăх. N. Каткаран кунк(ă)ра çине çăнăх кĕреçепе илнĕ чухне хăй ашĕнче темскер кĕл-кĕлерĕ (она). || Особое лукошко, которым мельники берут муку за помод. Нюш-к.

кĕрет

(к'э̆рэт, кэ̆рэт, к'ӧ̆рэт), открыто, наяву, на глазах. Якейк. Кĕрет-куçăн, посмăрласа. Ib. Ĕлĕк Пахмутсам (Пахмут — имя разбойника) кĕрет вăрласа çӳренĕ. Шибач. Кĕретех поплять = ман омрах поплять (открыто). Пшкрт: кэ̆рӓдӓк сол'ат (говорит). Истор. Вара вĕсем кĕретех пĕтерме пикеннĕ. Ib. Ют халăхсем те кĕретех пусмăрлама чарăннă. Абыз. † Ура хитре сыракан, кĕске саппан çакакан кĕрет й... пулакан. N. Çаксене пурне те куçа кĕрет курни чĕрене пĕр маях ыраттарса тăнă. Ачач 49. Пăртăк паттăрланасси, хăйне, тата Санккана та ыттисенчен кĕретех уйрăм палăртасси килсе кайнă ку хут вĕренекен ачан. || Нахально. Изамб. Т. Çав пирĕн япалана кĕретех илсе карĕ (нахально). || Сразу. Байгул. Унтан арăмĕ çу илсе кĕрсен, вилнĕ Ивана курать те, кĕретех хăраса ӳкет.

кĕретлетсе

явно, открыто, без стеснения. Вĕлле хурчĕ. 10. Пĕр ют хурт кĕрсе, чипер вăрласа тухсанах, тепринче (в другой раз) хăйпе пĕрле пĕр ушкăн ертсе пырать, кăсем тата темиçе ушкăн ертсе пыраççĕ, вара кĕретлетсе вăрлама пуçлаççĕ те, хуçисене пĕтерсе, мĕн пур пылне çаратса тасатсах каяççĕ. N. Нимĕçсем вăл çĕре çапла илсенех, вăл çĕрте пурăнакан француз çыннисем нимĕçсене пĕртте юратман, ялан кĕретлетсех хирĕç пынă. Оста-к. (Чеб. р.) «Кĕретлетсе, явно, дерзновенно». Сред. Юм. Кĕретлетсех çаратса тôхса кайрĕç (ограбили на яву).

кĕреш

(к'э̆рэш, к'ӧ̆рэш), бороться. Якейк. Петĕрпе кĕрешнĕ чох эп виçĕ хут ола-хыçлă (подряд) аяла полтăм. N. Кам кĕрешсе çĕнет, ăна виç-тăват çăмăрта. К. Кушки. Юлашки çулсенче пирĕн ялти çамрăксем пур акатуйра та пĕр-пĕринпе кĕрешеççĕ. Ib. Арçын ачасем кĕрешсе вылянă (во время «халăх вăкăр чӳкĕ»). Бигильд. Кĕмĕлпеле кĕрешмелле выляма. || Стараться, биться. Б. Олг. См. шолт.

кĕрисса

(кэ̆рисса), крыса. N. Пĕр кĕриссан икĕ хӳре. (Çăпата).

кĕрӳ

(кэ̆рӳ), зять (муж моей дочери, муж моей младшей сестры и вообще муж моей родственницы, которая моложе меня). С афф. притяж.: кĕрĕвĕм (верх. кĕрӳм), кĕрĕвӳ (кĕрĕвĕ), кĕрӳшĕ (кĕрĕвĕшĕ, кĕрӳш), кĕрĕвĕмĕр, кĕрĕвĕр (кĕрӳвĕр). Актай. † Апи, маншăн куккăль пĕçер хĕрĕпе кĕрӳшĕ (ее муж) килнĕ чух! Хуть пĕçер те, хуть ан пĕçер, мĕн тусан та, хун ирĕк. Сред. Юм. Атте йăмăкĕ хăвăнтан кĕçĕн пôлсан, ятран калаççĕ; ôн опăшкине кĕрӳ теççĕ. Ялюха. М. Кĕрӳ, йысна, зять (так называется всеми старшими родственниками жены, т. е. родителями, дядьями, тетками, старшими братьями и сестрами). Альш. Тата кĕрӳ киле кĕнĕ йĕркепе тесе, пĕр сурăх парса яраççĕ. Коракыш. Эсĕ эппин манăн кĕрĕвех пулатăн? Ала 66°. Вара кĕлетре кĕрӳ çулĕнчи йĕкĕтсем çапла юрлаççĕ. || ГТТ. Эпĕ Елшел кĕрӳшĕ пулса тăтăм хайхи. Таким образом я женился на альшеевской, и стал альшеевцам как бы зятем. Ib. Йăхне-тĕпне витĕр (досконально, определенно) пĕличчен, Елшелсем хăйсен ялĕнчен хĕр илнĕ çынна пурте: пирĕн кĕрӳ, теççĕ. Ытла ютра тĕл пулсан, çывăх ялсем те Елшелĕ çумĕнчен пирĕн кĕрӳ теççĕ. || Обращение к постороннему, который моложе говорящего. Актай. Хайхи усал (чорт): ан тив, кĕрӳ, ĕлĕк илсе кайнă ачасене те парса яратăп (отдам) тесе, каларĕ, тет. (Здесь чорт обращается к собаке). Б.Бур. Юрлă-пăрлă çумăр çăват, чĕкеç кĕрӳ тулта ларат. (Çăраççи). || Жених. Цив. Улах хĕрсен кĕрӳ тухса кайнă чухне юрлакан сăвăсем (надо: сăввисем). Изамб. Т. Кĕрӳсем патне туй килчĕ. || Г. А. Отрыв. Кĕрӳ тăприпе хунĕ тăпри пĕр. (Послов). N. Кĕрӳсем пурте пĕр çĕре пухăнса юланутсемпе тăраççĕ. Г. А. Отрыв. Ăна (çĕлĕке) тата кĕрĕве тăрса кайнă чух (обряд) мăн кĕрӳ тăхăннă. || Поминальной обряд. См. çураçма.

кĕрӳ каччи

кĕрӳ каччă, жених. Н. Седяк. Туй пуçĕ, мăн кĕрӳ, кĕрӳ каччă, кĕçĕн кĕрӳ. Ib. Кĕрӳ каччă, хĕре, хăй арăмне, ытакласа, пӳрте кĕрсе каяççĕ. Пис. Туй пуçланă чух, малтан турра кĕлтăваççĕ, унтан кĕрӳ каччине кĕлете илсе кайса, тумлантараççĕ, Микушк. Туй тунă чух, арçын туйне юналутпа тăваççĕ. Пĕр аллă-утмăл юналут пуçтарăнаççĕ. Варрине кĕрӳ каччи утланса çӳрет. Ăна миçих(х)исем çактараççĕ, пурнеллĕ перчетке параççĕ. Вăл çĕлĕк тăхăнать те, пӳртре те, çинĕ чух та перчеткепе, çĕлĕкпе тăрать. Paas. Кĕрӳ каччи, жених.

кĕрӳ кĕни

обряд посещения молодыми дома родителей невесты. Пшкрт. ЧС. Пĕр çур çултан е çулталакран кĕрӳ кĕме килеççĕ. Вăсемпе пĕрле хуняшшĕпе хунямăшĕ, тата ытти хурăнташĕсем те килеççĕ. Хĕрпе каччи укçа памасăр тумтирĕсене хывмаççĕ. Хĕрĕ, кĕрӳ кĕме килеччен, нихçан та юрламас. Ун чухне вара ăна юрлаттараççĕ. Юрланăшăн ашшĕпе амăшĕ укçа параççĕ.

кĕрӳлĕх

бытие зятем. Чăв. й. пур. 31°. Ĕçлекен çук, тесе, вара вăл аслă хĕрĕ патне пĕр çынна кĕрӳлĕхе кӳртнĕ (принял в зятья).

кĕрĕс

(кэ̆рэ̆с, к'ӧ̆рӧ̆с), подр. звуку, получающемуся от тяжкого удара или от падения тяжелого предмета. Б. 13. Кĕрĕс! туса ӳкрĕ. Ала 81. Çитрĕ, тет, старик хай çĕлен патне, лаши кĕресех ӳкрĕ, тет. Н. Седяк. Упи, хăраса, кĕрĕс! туса ӳкнĕ, тет. Сред. Юм. Пӳртре кам та пôлса сиксен, кĕрĕс! кĕрĕс! тăвать. Ib. Кĕрĕс-кĕрĕс — пысăк япалана тôкмакпа çапсан, илтнекен (= илтĕнекен) сасса калаççĕ. ППТ. Пӳртре ташласа, кĕрĕс-кĕрĕс тутарма юрамас: хур чĕппи тухмас, теççĕ (если есть гусыня в избе. Сĕрен). Шел. 66. Кĕрĕс-кĕрĕс! пĕр-пĕрне çĕкле-çĕкле çапаççĕ. Альш. Унччен те пулмарĕ, тет, хай сурăх таки кĕрĕс! туса ӳкрĕ, тет. Ск. и пред. 75. Кĕрĕс-кĕрĕс! ташласа, пӳрт урайĕ силленет (качается). || Подр. выстрелу. Перев. Пăшалпа кĕрĕс! тутарса ячĕ (вистрелил, выпалил).

кĕрĕслет

стукаться, грохнуться. N. Вара леш хĕр пӳртре, пĕр енчен пĕр енне пыра-пыра, кĕрĕслетсе, çапăнса çӳрет, тет. (Юхха). Сĕт-к. Паян эп кăмака çинчен кĕрĕслетсе персе антăм (сверзился). N. Кăмака çинчен кĕрĕслетсе персе анчĕ (или: кĕрĕс! персе анче). Халапсем. 5. Урапи çинчен çĕре кĕреслетсе кайса ӳкет те: акă вилетĕп! акă вилтĕм иккен! тесе, каçса выртат, тет. КС. Кĕрĕслетет (об ударе концом бревна в стену). || Грохотать. Шел. 93. Авă пăшал сассисем епле кĕрĕслетеççĕ.

кĕрĕш

(кэ̆рэ̆ш), наниматься. Шурăм-п. Иккĕшĕ вара пĕр армана хăма çурма кĕрĕшнĕ. Кан. Килес çул ху кĕтĕве (пасти) кĕрĕш те, вара выльăхсене питĕ лайăх асту (присматривай за ними). N. Çынна (в люди) кĕрĕшрĕмĕр. Кан. Йӳне кĕрĕшрĕм, улталарăр мана. || Соглашаться. N. Çамрăк çынсем ватăсем сăмахне кĕрĕшес, вĕсем сăмахĕсенчен тухас мар, мĕн каланине тăвас тенĕ. N. Пулать киресĕр çын: ним каласан та (что ни говори), кĕршмеçт! ЧС. Эй ачам, ачам! Çын сăмахне кĕршмен çын та пулат-кам... N. Илье каланине кĕрĕшрĕç те (согласились), ĕçлеме тытăнчĕç. N. Хăшĕ-хăшĕ, çав сăмаха кĕрешсе, патшă патне кайнă та. Микушк. Ар ывăлсем! Хуçа калать: çĕнĕ тырăпа турра асăнса, пичĕке чӳклерĕм, тет. Сире тиври, тивмери? Тивмен пусан, ун çинчен савăш курки пуçлас, тет. Эсир ăна кĕрĕшетри, кĕрĕшместри? || Начинать, приниматься. Никит. Унтан та пульмин, хăшĕ-хăшĕ, урăх кĕпесем тăхăнса тухса, выльляма та кĕршнĕ (в засуху). Ib. Кукамай, çакна илтсен, кĕршнĕ вăрçма аттене. Орау. Тавлашма кĕрĕшшĕрĕç.

кĕрмеш

(к'ӧ̆рмэш, кэ̆рмэш), возиться. Никит. Атте çпатапа кĕрмешет (возится с лаптями). Сред. Юм. Пĕрмай çавăнта кĕрмешет ô. Всё время возится он там. Янтик. Ытла снаях кĕрмешен эс ку чĕрессемпе! Ырма та пĕлместĕн пуль эс! Ан кĕрмеш ĕнтĕ, çитĕ. ЧС. Вăл касак çавăн пеккине ăçта çывăрса юлнине, кĕрмешнине астуса анчах çӳрет. (Сĕрен). Хĕвел № 1. Вĕсем хăйсен вĕрентекенсем патне кайса килти пекех кĕрмешсе çӳреççĕ. Календ. 1911. Темиçе çын пĕр пысăк михĕпе кĕрмешнĕ. КС. Паян вăл каскапалан шалт кĕрмешсе пĕтрĕм (замаялся). || Биться, бороться. N. Айвана, ухмаха ăс пама ан вăтан, çамрăкпа кĕрмешекен ватă çынна ятлама ан вăтан. N. Пирĕн пĕччен иккĕн упа тытма каяççĕ, унпа кĕрмешеççĕ. Чуратч. Б. Упăти пăлана тытнă та, кĕрмешсе тăрать. N. Тарçăсен хуçасемпе кĕрмешмелли тĕрлĕ эмел пур. N. Мĕншĕн тата, уйăх çине нумайччен пăхса тăрсан, ун çинче чăнах та пĕр çын тепĕр çынпа кĕрмешнĕ пек курăнать? тетĕп. Хурамал. Кĕрмешет тесе, тĕрткелешсе вылянине калаççĕ. || Усиленно бороться. Орау.

кĕрпе пăтти

(-ττиы), кашица. См. кĕрпетти. Юрк. Кĕрпе пăттине кирек хăçан та, шĕвĕрен, çăкăрпа çиеççĕ. Ib. Кĕрпе пăтти теççĕ чăвашсем шĕвĕ кăна, кашăкпа сыпса çимелли яшкана. Ăна тĕрлĕ кĕрпесенчен акă епле пĕçереççĕ: хурана малтан, çемьене кура, миçе курка кирлĕ, ун чухлĕ шыв яраççĕ, унтан пĕр-ик ывçă кĕрпе яраççĕ; хăшĕ тата унтах паранкă та, аш татăкĕсене те, вĕтчеççĕ (меленько) тураса, яраççĕ. Çителĕклĕ тăвар калаттараççĕ. Унтан вара хуран айне кăвайтăсем хурса, вут чĕртсе, вĕсене вĕретеççĕ. Кĕрпипе паранкисем пиçсен, тиркĕ çине ăсса, юрма ярса, кашăксемпе çие пуçлаççĕ. Трхбл. Кĕрпе пăтти (кашица) вăл шĕвĕ пăтă, ăна пĕçернĕ чухне хăшĕ кĕрперен пуçне нимĕн те ямаççĕ, хăшĕ улма (çĕрулми) тураса яраççĕ.

кĕрт

(к'э̆рт'), то же, что кӳрт. Коракыш. Эпĕ пур çул çӳрекенсене кĕртсе выртарăтăм. Пус. † Турай хĕрĕ тăхăр хĕр, тăхăр сурпан кĕртеç(?), тет. Ст. Яха-к. Кĕлете кĕртсен, кĕлет перекетне пар. (Моленье). Шурăм-п. Ăна хамăр хушшăмăра илес мар, выльляма та кĕртес çук. N. Ыраша вырса кĕртсе пĕтертĕмĕр. Пит эйпет пулмарĕ кăçал. || Помещать (в издании). Кама 28. Кунĕн-çĕрĕн ак сăвăсемпе аппаланать. Пĕр-иккĕшне «Канаш» çине кĕртнĕ. || Определить на должность.

кĕрче

(кэ̆рџ̌э), морщиться, жёсткнуть. КС. Ват çыннăн ӳчĕ кĕрчесе ларать (= хытса ларать, пĕркеленет; срв. пирче). Сред. Юм. Çын, пĕр кĕрчеме пуçласан, ôхмаха ерет.

кĕсье

(кэ̆с), карман. См. кĕсĕе. ПУ. СПВВ. ВВ. Кĕсье ăшăк, тесе, юрлă çынна калаççĕ. Кĕсье тĕпĕ тарăн, тесе, укçаллă çынна калаççĕ. Юрк. † Кăçал авланнă ачасем хĕр парсан та хĕр илмеççĕ. Илĕчĕ те илессе, кĕсьи тĕпĕ якарах. ЧП. Кĕсье тулли мул. Кан. Пĕр кĕсье укçа чикрĕ те (т. е. захватил с собою), тухса кайрĕ çĕн çĕр пăхма. См. кăсия.

кĕскене кил

оказываться коротким. Н. Якушк. † Каçасах та тенĕ чух (через мост) пĕр хăми кĕскене килейрĕ.

кĕсле

(кэ̆сл'э), гусли. Чертаг. Кĕсле (чăрăшран: хĕлĕх, пăтасам). Янтик. Эп ăна (ему) кĕслепе тутар кĕвви (мотив) каласа кăтартрăм (сыграл на гуслях). Н. Ильм. Масар çине çитсен (вечером), пĕри кĕсле калать, ыттисем ташласа хываççĕ... Ирхине хапха умне (уже дома) килĕ лартаççĕ; çав килĕ çине пашалусем, ашсем хурса, пĕр паярка улăм чĕртсе яраççĕ. Кил хуçи вара вут çинче ташласа тăрать, ыттисем килĕ йăри-тавра кĕсле каласа, йĕрсе çавăрăнаççĕ. (В «пумелкке», через З недели после пасхи, вырăсерни каç). Регули 765. Вăл кĕсле каланă чох (каласан), итлеме (итлеме те) лайăх. N. Хăш-хăш çын кĕсллене пит лайăх калать. || Маленькие полати, приделываемые в углу; по форме походят на гусли. Сред. Юм. || Треугольный загон. Якейк. Паян кĕслея вырас поль (надо, поди, сжать), итла таптаçç уш (уж больно топчут). || Веревка на ногах овцы. Пшкрт.

кĕсмен

(к'ӧ̆смэн'), весло. Шашкар. СПВВ. ЕС. Кĕсмен = наян, ел пĕчĕк киммĕн ишекен кĕреçисем. См. кĕсмен. || Длинное весло. СПВВ. ТМ. Кĕсмен — пулла çӳрекен кĕреçе; унăн тăрăшшĕ пĕр чалăша яхăн пулат. Çавăнпа вăрăм çынсене те хăшне-хăшне, вăрăммине, кĕсмен теççĕ. || Кормовое весло. Paas. || Желобовидная лопата для навоза. Завражн. || Высокий человек.

кĕç

(к'ӧ̆с, кэ̆с), скоро, тотчас, сейчас, вот-вот. Орау. Лешсем кĕç (скоро) персе çитрĕç. Ib. Кĕç ăшă пулать (будет тепло) ак. — Тем, кĕçех ăшăтать-и вара? (Вопрос без ответа: «едва-ли»...). Ib. Эп кĕç каяп. Я сейчас уйду. Ib. Кĕç çавăрнса килет чĕлхе çине (скоро). Абыз. † Вăрман хĕрри (так!) пас тытрĕ; нумай тăмĕ, кĕç тăкăнĕ. Выçăхакансем 18. Акă кĕç персе çитĕç. Яргутк. Йăван вĕлле хуртне аса илчĕ, тет те, çунаттине вутпа ĕнтрĕ, тет. Вĕлле хурчĕ кĕç вĕçсе пычĕ, тет. (Сказка). N. Кĕç çĕмĕрттерсе килет çăварни, каллех ĕçкĕ-çикĕ тăваççĕ. Чем люди живы. Ачи кĕç пĕр чăрканă япала йăтса кĕрет. Ст. Яха-к. ун хыççĕн кĕç тата тепĕр ватăрах çын пырса: атьăр, пирĕн патăрта малтан кайса чӳклер; манăн пурте хатĕр, пăтти те пиçнĕ, тет. N. Кĕç туй тума вăхăт çите пуçларĕ, тет. Истор. Вырăссем те: кĕç вăрçăпăр, вĕç вăрçăпăр, тесе анчах тăнă. Регули 1239. Кĕç килĕ, вĕç килĕ, — кĕтрĕм те, килимарĕ. Турх. Тăван атте çинче кĕç (чуть-чуть) ӳсрĕмĕр, тăван атте кун çутти памарĕ. N. † Ай-хай пуçăм, çамрăк пуç, кĕçех каяссăн (пропадет) туйăнать. Кан. Юлташлăх членĕсен пуххи пулманни кĕçех çулталăк çитет. Истор. Салтаксем: ак кĕç ӳкĕп, тесе анчах пынă. Янтик. Кĕç ишĕлсе анас пек ку твайккисем, ытла хăрушă кунтан иртсе кайма! N. Кĕç йăтăнса анас пек ларакан пăрахăç (покинутое) çурт. Шорк. Эсĕ пăртак тăхта-ха, эпĕ кĕçех (сейчас) килеп. Ib. Пӳрчĕ кĕç (кĕçех) ишĕлсе анас пекех ларать. Тюрл. Ку хĕрсем çитĕннĕ, кĕç вĕçсе каяс кайăк пек тăраççĕ. N. Эпĕ ăшăмра çапла шухăшласа анчах тăрап: кĕç ман пуçа касса татаççĕ (вот, вот мне отпилят голову)! тесе. || Вдруг, сразу. N. Эпир яшка çисе лараттăмăр, пирĕн патра кĕç килсе кĕчĕ (дверь была отперта; сразу, незаметно; беззвучно). Коракыш. Кĕç виç çын сиксе тухнă. Орау. Кĕç пуçа килсе кĕчĕ. Вдруг пришла в голову мысль Альш. Акă кĕç килсе кĕрет, тет, хăрах куçлă карчăк. N. Чăтаймасăр, кĕç пĕр çĕрте улпута вĕлереççĕ, кĕç тепĕр çĕрте кил-çуртне вут тĕртсе çунтарса яраççĕ. Сунар. Кĕç вăррисем (разбойники) тĕпĕртеттерсе çитнĕ. Яргуньк. Кĕç татах манан умра вут çути курăнать. || Ст. Яха-к. Тепĕр кунне вара, тунтикун, çынсем катарччи чупмаççĕ; хăлхара кĕç шăнкравпа килнĕ пекех туйăнать. || Чуть не..., чуть-чуть не..., едва не... Ала 25. Чипер Евгенийпе Иван икĕш те, çăрттан пулă пулса, тӳрех çавă кӳлле чăмăрĕç, тет. Хайхи улпут çех çитсе тытатчĕ (чуть чуть не поймал), тет. Изамб. Т. Кĕç ӳкес пек пырат. Идет и едва не падает. Ала 91. Вăл (она) хăй кăмака çинче ятлаçса ларать, ачи кĕçех урине шăнтса яман. Ib. Вăл хăй çăвăрнă, анчах унăн чунĕ кăшт анчах тухман, кĕçех вилсе каять-мĕн, хăйсен кӳрĕшĕнчи ачасемех вилес çĕртен тупса, туртса кăларнă ăна. Регули 458. Кĕç (кĕçех) ӳкеттĕмччĕ. Шишкин. † Чашăк çинчи çăмартине кĕç шоратмасăр çияттăм. Могонин. Çына кĕç вĕлермен, асаплантарса пурăннă.

кĕçелен

(к'э̆з'эл'эн'), сваляться войлоком. К.-Кушки. Çӳç уçма та çук, кĕçеленсе кайнă. Волосы свалялись. Ib. Çăм кĕçеленет те, кĕçе пулат вара. Шерсть сваляется и будет войлок. || Прорастать и сцепляться ростками, как бы обратитьçя в войлок (напр., при приготовлении солода). СТИК. Салата тăвас пулсан, малтан ыраша шыв çинче шĕвтереççĕ (= шӳтереççĕ), унтан ăна шăналăк çине сарса, сакайне, е тĕттĕм кĕлете хураççĕ. Унта вăл шăтат та, ыраш пĕрчисем, шăтса, пĕр-пĕринпе çыпçăнса лараççĕ. Çапла çыпçăнса, пĕр тытăнкăлă пулçа кайнине: кĕçеленсе кайнă, теççĕ. Ib. Тырă кĕçеленсе кайнă = тырă, йĕпенсе, шăтса, пĕр-пĕрин çумне çыпăçса кайнă || О волосах. В. Олг. Ай-ай, пуç кĕçеленсе ларса! Ах, как спутались волосы!

кĕçĕн

(кэ̆з'э̆н, к'э̆з'э̆н), малый, маленький, низкий. Кильд. † Атте-анненĕн арки çинче кĕçĕн чух таптанă йĕрсем пур. («Кĕçĕн» часто употребляется в см. «моложе», сравнительно, но употребляется и в полож. смысле, в зн. «маленький»). Алших. Эпĕ кĕçĕн чухне пирĕн çĕр ĕçлеме çĕр пит сахалччĕ. Сред. Юм. Пôс пит кĕçĕн. Земельный надел не велик. Ст. Чек. Унта пĕр кĕçĕн кăна ял пур. Собр. Кĕçĕн пуç чарăнман, мăн пуç кайнă, теççĕ. (Послов.). Ib. Малтан хăйне асла хуракан, кайран кĕçĕн пулнă, теççĕ. (Послов.). N. Хăна ху кĕçĕне ан хур. Не унижай себя. О земл. Суха кассисене кĕçĕнрех илес пулать. Юрк. Тепĕр аллине тата пăтăлă кĕçĕн хуранне илсе... Альш. Аслă ялтан кĕçĕн яла туй килет. (Кăвар туртни). Ст. Шаймурз. † Тăвансенĕн ĕçки — кĕçĕн ĕçкĕ; кĕçĕн пусан та, ӳсĕртет. N. Пĕр пысăк шăтăк алтаççĕ; ун йĕри-тавришне кĕçĕн шăтăксем алтаççĕ. Трень-к. Пĕри ман пек кĕçĕн çоллăччĕ (малолеток), тепĕр виççĕшĕ пирĕнрен аслăччĕç. Трхбл. † Кĕçĕн кĕпер — кĕпер мар. Ст. Шаймурз. Пыра-пыра, хир варринче пĕр кĕçĕн кăна пӳртре çĕвĕçĕ пур, тет. || Маловажный. N. Хĕрарăмсем арçынсенчен кĕçĕн (старое изр.). || Младший, меньшой. Н. Карм. † Эсирех те аслă, эпĕ кĕçĕн, хирĕç тăрса сăмах хушаймăп. Ау 181. † Ах аттеçĕм, атте! Мĕн кĕçĕнтен çын çирĕ, çапах тухса каймарăм. Кĕсĕсем. Кĕçĕнех те вăрман хыçĕнче шăхăрса та сӳресем сӳреççĕ. ЧС. Кĕçĕнтен пуçтарнă ăсне пачĕç. К.-Кушки. Чи кĕçĕнни, самая младшая (напр. дочь). Ib. Манăн хĕрсенчен, аслинчен кĕçĕнни, хамăр ялах кайнă. Моя вторая дочь вышла замуж в нашу же деревню.

кĕçĕн çын

молодушка. Абыз. Бгтр. Çăл кутне пĕр кĕçĕн çын витресемпе шыв патне анчĕ, тет. N. Иван импичи! алла кастартăм, тимĕр чĕлхи сур-ха часрах! тет кĕçĕн çын.

кĕççе

(кэ̆с'с'э), войлок. См. кĕçе. Шел. 22. Кĕру ларас вырăна хунĕ кĕççе сараччĕ. Ст. Чек. Хырăмĕ кĕççе пек перĕннĕ, тет. N. Сакă айĕнче хуртлă кĕççе выртать. (Салат шăтарни). Сред. Юм. Ôн пик намăссăр çын та пôлат-мĕн, кĕççе çĕленĕ пôль ôлă (= вăл) питне... Ст. Чек. Кĕççе çĕленĕ питне (бесстыжий человек). || Родинка во всю щёку. Орау. Пĕр кĕççе питлĕ ача, хăрах питне кĕççе çĕленĕ пек. || В чувашизмах. КС. Кĕççе çелемен питне (бессовестный).

кĕт

(к'э̆т'), немножко, чуть. Эпир çур. çĕршыв 20. Кĕт мал еннерех пĕр пĕчĕкçĕ кӳлĕ пур. Шорк. Мана кĕт (кĕтех) тапак пар-ха. Чаду-к. Унтан кĕçĕнни пичĕшсене кĕтех çăкăр парса хăварчĕ, тет. Орбаш. Ăрак, кĕт тăрсан (немного погодя), ылтăм çăмарта исе тухса пачĕ. N. Кĕт тăхтасан, çырмари шусам сахаланаççĕ. Регули 1409. Кĕт тĕкĕнсенех ӳкрĕ. Ib. 1410. Кĕт çыртса анчах илтĕм. Кĕт анчах ил. Ib. 1411. Кĕт те тĕкĕнмелле мар. Хăр. Паль. 32. Хĕвекла аран ĕлкĕрсе пырать (поспевает), кĕтех ӳкмест. N. Кĕт çеç, немножко.

кĕт

(к'ӧ̆т', кэ̆т), пасти. Бес. чув. 5. Ĕнесем, сыснасем кĕтекене пулăшса çӳренĕ, унтан хăй тĕллĕнех (сам, самостоятельно) сурăхсем, пăрусем кĕтнĕ; пĕр çул лашасем те кĕтсе пăхрĕ. Торв. Пĕрре пире ял черечĕпе лаша кĕтӳ кĕтме черет (очередь) тиврĕ. ЧП. Ешĕл курăк çимешкĕн сурăх кĕтӳ кĕтсери. || Ждать. Кан. Кĕтнĕ кĕтнех, татах кĕтес эппин. N. Нумай кĕтнине (раз ждал долго) сахала кĕт ĕнтĕ. N. Нумая кĕтнине сахала кĕтĕр ĕнтĕ! Долго ждали, а уж недолго-то подождите (потерпите). Регули 1457. Эп томлантăм, ĕçлеме кайрăм, вăл пӳрте кĕчĕ, эп орамра кĕтсе тăтăм. Кан. Кĕтнĕ кĕтнех, татах кĕтес эппин, тесе, татах 2 сехет кĕтрĕмĕр. Ст. Ганьк. † Эпир савнă сар ача икĕ-виç çулсăр ан кĕттĕр (= эпĕ виçĕ çулсăр каяс çук, вăл мана виçĕ çулччен кĕттĕр). С. Тим. † Пире саван сар ачу кĕттĕр, кĕттĕр, ан кĕттĕр, пĕр-ик-виç çулсăр ан кĕттĕр («я пойду не ранее З лет; он напрасно будет ждать до этого времени»). || Надеяться. ЧС. Анне, чĕрĕлетни-ха? тесе, ытрăм. Анне: ай, ачам, темĕн вăй пĕртте çук, чĕрĕлессе кĕтместĕп, терĕ. || Прочить. N. Çын валли шăтăк ан кĕт, кĕтнĕ шăтăка ху кайăн.

кĕтевле

кĕтеле, кĕтелле (к'э̃д'эл'л'э), в долг, взаймы. Кан. Тавара кĕтевле панисем нумай. N. Тĕрлĕ машшинсем кĕтеле туянаççĕ (приобретают в рассрочку). Якейк. Тенкĕ çорăлăх порçăн кĕтеллех парса яч, мĕлле ыр çын çав. Ib. Эп пĕр вос çăмарта кĕтелле парса ятăм (продал в долг).

кĕтӳ

(кэ̆дӳ, кӧ̆д'ӳ, Пшкрт. кэ̆дӧ), стадо ТХКА 89. Анне кĕтĕве юлнăччĕ. Мама осталась при стаде. Ачач 92. Тин сутăн илнĕ тынана кĕтӳччен уя яма шутламан пирки и пр. Козл. р. «Касу — табун (тюрк. = ак мал), кĕтӳ — стадо (коров, овец, коз, свиней, тюрк. = кара мал). Янш.-Норв. Ялти хĕрех вăрламалла пулсан, е кĕтӳ хуса тухнă чухне, е кĕтӳве хирĕç тухсан, вăрласа каяççĕ. Тим.-к. † Ай инкисам! Килетĕр те тăратăр, кĕтӳ тухса каять пуль, кĕтӳ яма маннă пуль. (Свад. п.). Якейк. Кăçалхи çолхи çĕн çынсам, кĕтӳ хăваласан, тин тăраç. Ib. † Кĕтӳ хирĕç тохрăм та, мăклă тына тĕл полтăм. N. Виçĕ пăрат илеççĕ, тет, кĕтӳ (= кĕрĕçеççĕ пăхма). Кĕтĕве тухсан, ирхĕне апат илме кăсем ухмахне яраççĕ, тет. Б. Олг. Ман ачасам çармăçра кĕтӳ косса (кĕтӳ çӳресе; пăхса). Пшкрт: кэ̆дӧӓ jӓр, отправить в стадо. N. Кĕтӳччен, до того времени, когда выгоняют стадо (весною). Орау. Кĕтӳ тухни уйăх çитет ĕнтĕ, выльăхсам çапах пĕртте сарлмарĕç. Ib. Кĕркунне, кĕтӳ пăрахсан (когда перестанет пасти пастух), мĕн пур выльăхпа çитарма каяççĕ. Сред. Юм. Кĕтӳ хирĕç кай. Иди навстречу, куда пригоняют стадо. Шел. 25. Кĕтӳ-кĕтӳ сурăхне кашкăрсемех кĕтнĕ (у него пасли), тет. || Гурт. Орау. Пĕр кĕтӳ сысна çӳри илнĕ (напр., 20 штук). || Табун. Изамб. Т. Эпĕ кĕлте кӳртсе пĕтерсен, лашасене кĕтĕве (в табун) яма пуçларăм. || Стая. Альш. Унта кĕтӳрен пĕр иккĕш-виççĕш те пулин юлаççĕ вара ӳксе (утки). N. Кураксем кĕтӳпе ял çинелле карăклатса килеççĕ, хăйсен чĕлхипе пуплесе, темĕн çинчен шут тăваççĕ. Панклеи. Вăл кашăн ирех тăмана кĕтӳ корать (стаю сов). || Околоток (часть деревни). СПВВ. Пĕр кĕтӳ çынни = пĕр касă çынни (в Ядр. р.).

кĕтӳ ачи

подпасок; пастух. Бес. чув. 5. Вăл кĕтӳ ачи пулнă. Нюш-к. Пĕр кĕтӳ ачи тутар тăпа (ăвăс) тупнă. Кадыш. Уйра кĕтӳ ачисем курнă. Кн. для чт. 74. Пĕр ялта икĕ кĕтӳ ачи пурăннă. В. Олг. Кĕтӳ ачисем пастухи (мальчики).

кĕтӳ хапхи

ворота в деревне, в которые проходит стадо. Тет. Кĕтӳ хапхинчен тухсан, эпĕ ачасем лашасемпе пынине куртăм. Никит. Сеппер кĕтӳ хапхи патнелле хăваласа кайрĕ, Иван ял уй хапхи патнелле утрĕ. Персирл. Çав вăрман патĕнче пĕр хапха пур, çав хапхаран кĕтӳ çӳрет, çавăнпа ăна кĕтӳ хапхи теççĕ.

кĕтӳ хунни

часть деревни, стадо которой пасется отдельно от стада другой части. Н. Шинкусы. Пирĕн ялта икĕ кĕтӳ кăлараççĕ: пĕр кĕтӳ патне хăвалакан касса пĕр кĕтӳ хунни, теприн патне хăвалаканнине тепĕр кĕтӳ хунни теççĕ.

Кĕтера

Кĕтери, Кĕтерук, Кĕтерин, Кăтерине (этот вариант — о русской), Кĕтеркке, Кăтерне, Кĕтеруç, хр. имя женщ., Екатерина. Альш. и др. Рак. Пĕр Кĕтерине патша чӳречи витĕр пăхат, тет. (Чӳрече хуппи). Сред. Юм. Кĕтерок, Кĕтерне, Екатерина. || Рысайк. Кĕтерин, яз. имя женщ.

кĕтес

(кэ̆тэс), угол (с русск. кутец?) Орау. Хăмана пĕр кĕтесрен тепĕр кĕтессе (с угла на угол) хирĕнтерсе (если туго, тĕкĕнтерсе — если не плотно, чуть-чуть) хунă. Ib. Эп кĕтесселле шăвап, кунта сире çывăрма памăп, кашăртатса. N. Кĕтес картни, рубка углов. Синьял. Пурçăн тутăр кĕтессине пирĕн ят ӳкмен, мĕн тăвас? Толст. Урисенчен ярса тытаççĕ (хватают), тет те, кĕтессине (об угол) çĕкле-çĕкле çапаççĕ (parvulos), тет. СПВВ. Тĕпел кĕтесси, кăмака кĕтесси, алăк кĕтесси, турă кĕтесси. ЧС. Эпĕ вара, анне сăмахне итлесе, пĕр кĕтессе (в угол) кайса лартăм. Сред. Юм. Кĕт, кĕт, кĕтес, мана кĕтес кам парать? Пуран кашни кĕтессине пĕрер çын тăраççĕ те, пĕри çапла каласа пура варĕнче çӳрет; ыттисем вырăнтан куçнă чôхне вара ô кăшин (= хăшин) вырне (= вырăнне) те пôлса кĕрсе тăрать; кĕрсе тăма ĕлкĕреймесен, калах тепĕр вырăн ôлштараччен варĕнче тăрат. (Игра). Альш. Кĕтесрен пăрăнчĕ, кĕтесрен тухрĕ. Повернул за угол, вышел из-за угла. Чартакан. † Сарă пурçăн кĕтесне пирĕн ятсем ӳкмен пуль, хура пурçăн кĕтесне пирĕн ятсем ӳкнĕ пуль. N. Юлашки хут тăкма тухсан (поминальные яства), сасă кăларакан арăм, тула тухса, кашни пӳрт кĕтессине пырса, «сасă кăларать». (Пумилкке). Сред. Юм. Кĕтесе (-зэ) пырама (рубить) канçăр (трудно) ôна. Ib. Кĕтесĕн (-зэ̆н') мăкне вырнаçтарасси пит канçăр. Ib. Кĕтессĕн мĕнех пôр вара ôн пит, пыра (= пура, срубить, рубить) пĕлмелле марри? Какую особенную трудность представляет рубка углов (избы и пр.?). Ст. Чек. Авланнă çын кĕтессе ларса çисен, арăмĕ вилет, тет. Ib. Авланман çын кĕтессе ларса çисен, кăлава хĕрне илет, тет. (Старая поговорка). || Межа. Пшкрт: кэ̆дӓс. Хорачка: ана к̚дэзэ̆ — межа. СПВВ. Кĕтес = ана йăранĕ. Козм. Б. Яныши. Тăваттăмĕш тунката патне çитсен, мишавай кĕтес виçнĕ чух эпир улттăн та улăха çырла пуçтарма кайрăмăр.

кĕтеслĕ

с углами. ТММ. Тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăватă кĕтеслĕ. (Пӳрт). N. Çак хăтапа тăхлачăн пӳрчĕ тултан сакăр кĕтеслĕ, шалтан тăват кĕтеслĕ. (Такмак). Альш. Элшел урамĕсем сарлака. Ялĕ ларнă, тăватă кĕтеслĕн пулса. N. Ылттăн çавракисене (их золотую оправу) кĕтеслĕ-кĕтеслĕ (гранями) касса тунă. Ск. и пред. 26. Сарă пысăк кĕлетрен пĕркенчĕкпе хĕр тухрĕ, икĕ кĕтеслĕ шыльăка ăна илсе кĕреççĕ. Юрк. Кача пӳрнинчи çĕрринчен пĕр пĕчĕкçеççĕ тăваткăл тутăра виç кĕтеслĕ туса пĕр кĕтессинчен çиппе тирсе çакаççĕ (жениху). Якейк., Ст. Чек. Кĕтеслĕ стаккан, граненый стакан. Тăв. 42. Ултă кĕтеслĕ (пятистенный) симĕс тăрăллă пысăк çурт, вăл пĕлĕтелле кармашса ларать (тянегся к небу). N. Виçĕ кĕтеслĕ, трехугольный. N. Хăмине (тёс) виçĕ кĕтеслĕ купаласа хур (сложи), ан вакла, вăрăмăшĕпех тăччăр (пусть лежат в цельном виде, целиком). Тĕррнне кĕтеслĕ-кĕтĕслĕ тĕрленĕ. Вышивка вышита углами.

кĕтĕ

(к'ӧ̆д'ӧ̆), куст. Старак. ЧС. Ку мĕн пулчĕ-ха (было, показалось)?— йăвăç кĕтти-ши, кашкăр-ши, вилĕ-тавраш-ши (мертвец), усал-ши (чорт)? тетĕп (думаю). N. Пирĕн хуралăççĕ (т.е. хуралçă, хуралăç) хамăр хыçрах пĕр шĕшкĕ кĕтти хыçĕнче (за ореховым кусгом) тăнă. N. Мулкачă кĕтĕ айĕнче кайри урисем çине ларнă.

кĕтти

(с афф. З л.), ожидание его (её, их). ЧП. Кĕттисенне кĕтсе пулмарĕ. Савруши. † Урамăр вăрăм утмашкăн, хӳмĕр çӳлĕ сикмешкĕн; çакă ялта пĕр маттур пур, кĕтти вăрăм кĕтмешкĕн. Собр. Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм хурăн кут çине, лартăм çырли пиçиччен, кĕтрĕм аттен кĕттине. (Песня искажена?).

кĕшĕк

употреблено в см. насекомого. Шăна чирсем сарать. Ерекен чирсене тĕрлĕ кĕшĕксем ертеççĕ, пуринчен ытла шăнасем, пăйтăсем, хăнтăласем, пăрçасем. См. Paas. 66, а также кайăк-кĕшĕк. || Присловье к сл. «кайăк». Ачач. Вăл мĕнле асапланнине, вăл мĕн тунине пĕр çутă хĕвел пайăркипе ним хуйхăсăр вĕçсе çӳрекен кайăк-кĕшĕксем анчах курчĕç.

кĕшĕлтет

(-дэт), идти, быть стаею, вереницею. Пазух. Шурă Атăл çине те шур хур ятăм, кĕшĕлтетсе ишсе çӳреме. Букв. 1904. Пĕрре, хурăн çырли пиçнĕ вăхăтра, манăн юлташсем кĕшĕлтетсе пычĕç те, мана çырлана (идти за ягодами) чĕнеççĕ. ЧС. Эпир вара çапла нумайăн кĕшĕлтетсе кайрăмăр. Ib. Вĕсем хыççăн çынсем нумайăн кĕшĕлтетсе кайрĕç. N. Ачасемпе кишĕр ани патнелле (к морковному полю) кĕшĕлтетсе пыраттăмăр. Ск. и пред. 32. Урам туили ача-пăча кĕшĕлтетсе сиксе пырать. Мусир. † Пĕр пуслăх чăххи пек кĕшĕлтетсе ӳсрĕмĕр. N. Вĕсен ачи-пăчисем кĕтӳ пек кĕшĕлтетсе выляса, сиккелесе анчах çӳреççĕ. См. кăшăлтат.

кĕшĕрт

подр. неожиданному появлению. Коракыш. Ку çын пырать, пырать, пĕр вăрман виттĕр тухнă чухне, пĕр вар вĕçĕнчен кĕшĕрт пĕр çын сиксе тухнă. См. кăшăрт, кăштăрт.

кĕшт

то же, что кăшт. ЧС. Акă сире сĕрен çăмарти, тесе, пĕр хĕрлĕ çăмарта кĕшт (у др. кăшт) тыттарат (незаметным образом). || СПВВ. ФВ. Кĕшт, немного.

клинтăр

клинтĕр, крендель. Изамб. Т. Чей сахăр илсен, ачисем валли пĕр виç-тăватă пуслăх клинтĕр илет те, килне тавăрăнат.

крамусла

(-мусла), то же, что крамысла. Хорачка. Крамусла; пĕр поçĕнче скала, тепĕр поçĕнче лотка (катка).

кранклаттар

понуд. ф. от гл. кранклат. || Сильно каркать (о во́роне). Шорк. Пĕр пысăк çăхан хорама тăрне килсе ларнă та, тек кранклаттарса ларать.

краççын

(-с'с'ын, -с'с'ин, с тверд. н), краççин (-ин'),. дампа. ТХКА, 52. Пӳртри краççын çутине пĕр арçын пысăклатрĕ (прибавил). Кантăк патне пычĕ те, пăхать. Б. Яныши. Атти те краççын сӳнтерсе вуртрĕ. ПВЧ 106. Пире улаха кĕртмеççĕ, — краççын тăрпи (стекло) çурăлтăр! Орау. Сирĕн çĕрĕк (вечор) краççин (с тверд. н) çути (или: хăй çути) курăнмарĕ-çке, эсĕр килте çукчим? || Керосин. Кума-к.

криклат

скрипеть. Ядр. Алăксам криклатсан, сивĕтет, тиççĕ. Шорк. Алăк типсе кайнă та, криклатать анчах. Тогач. Пĕр чашкă айĕнче автан авăтĕ. (Лаша ури криклатни).

крисла

санный отвод. Г. А. Отрыв. † Мăн çул хĕрнчи (= хĕрринчи), ай, шĕшкийĕ, крисла тименни, ай, пĕр кун çук.

крр

подр. короткому кваканью лягушки. Тăв. 56. Кĕтмен çĕртенех пĕр шапа: крр! крр! кăрласа илчĕ. || Подр. крику, издаваемому наседкой (сидящей на яйцах), когда к ней подходят.

тăхăн

надевать, одеваться. КВИ. Тăхăннă йăвăçсем пурте сарă тумтирне. ГФФ. † Порнеллĕ те перчаткă тăхăнас мар. Уж не будем надевать перчаток. А.-п. й. ЗЗ. Хĕнерĕç-хĕнерĕç те, упа тирĕ тăхăннă такасем тӳп кайса ӳкрĕç. ГФФ. † Шор перчатки, кăвак кончи тăхăнас тенĕ чух ма çок-ши? Белые перчатки, синие наголенки — почему нет их, когда хочешь надевать. А.-п. й. 93. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Ib. 60. Тилли кун япалисене тăхăнать те, хай малтанхи юрра пĕр çавра юрласа, йăлт курăнать вăрманалла. Альш. Пуçăнти çĕлĕк пулайса пуçна тăхăнса пырам-и? Изамб. Т. Унăн çаннисене тăхăнса каçан çине хурсан, тӳмелеççĕ. Шурăм-п. № 13. Пĕр вырăсла тăхăннăскер тăра парать. К.-Кушки. Ха, ачу йĕмне вĕçĕнчен тăхăнат! N. Тăлăп айĕнчен кĕрĕк тăхăннă; кĕрĕк çинчен тăлăп тăхăннă. ЧП. Кĕмĕл çĕрĕ хывтарар-и, вăта пӳрнене тăхăнар-и. N. Çĕтĕк-çатăк тумтирсем тăхăнса янă. К.-Кушки. Урана тăхăнмалли çук. (у меня) нет обуви. ТХКА 72. Тирне сĕвсе, хура çĕлĕк çĕлесе тăхăнчĕ. Шашкар. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса ларнă. || Носить. N. Ман хреснатте ути-утми çӳресе пĕр мăшăр сăран аттине вунсакăр çул тăхăнчĕ (носил). N. Сарă кĕрĕк çĕлетрĕм — тăхăнма пĕлмерĕм, тепре çĕлетсен тăхăна пĕлĕттĕм-çук. N. Мĕн кирлĕ таран манăнне ил, аялтан тăхăнмаллине те, çиелтен тăхăнмаллине те. ГФФ. † Кĕмĕл çĕрĕ çыруллă, тăхăнăр çыру пĕтиччен. Серебряное кольцо с надписыо, носите вы его, пока не сотрется надпись. НР. † Атте çлетсе пачĕ сарă кĕрĕк, тăхăнсан кули кивелмест. Отец сшил мне новую шубу; если носить, как же она не износится. ГФФ. † Лаккировнăй аттине тăхăнма майне пĕлмерĕмĕр поль, çампа времсĕр çĕтĕлчĕ поль. Видно, не умели мы носить лакированные сапоги, потому они так скоро и износились.

тăхăнтарт

понуд. ф. от гл. тăхăнтар. КС. Кĕпине тăхăнтарт. ЧС. Шурă кĕпе, шурă сăхман, кăçатă тăхăнтартса турă кукăрне вырттарчĕç. НАК. Килтен тухса кайиччен (перед отьездом невесты из родительского дома) хĕр ашшĕпе амăшне, пичĕшсене, шăллĕсене, йăмăкĕсене стел хушшине лартса пурне те кĕпе тăхăнтартса хăварать. Ib. Туйя тăхăнтартса каймалли хăмăтсене, кутлăхсене, йĕвенсене, килкепесене тикĕтлесе, пĕрешкисене çутатса хураççĕ. Орау. Эпĕ урапасене çу сĕрсе тăхăнтартса хатĕрлерĕм, кӳлес те каяс анчах. || Насадить. Шурăм-п. Вăл вăрманта патак (туя) тупрĕ те, ăна чĕрес хулăпне тăхăнтартса пĕр вĕçĕнчен хăй тытрĕ, тепĕр вĕçне Марье йăттарчĕ. || Бить, ударить. Шурăм-п. № 4. Эпĕ ăна пĕр-иккĕ тăхăнтартрăм та-ха (= хĕнерĕм), КС. Хăлха чиккинчен тăхăнтартнă.

Тăхăр ял

общее назв. девяти чувашских селений в б. Буинск. у. (ныне Буденновск. р. Татарск. АССР). Альш. Тăхăр ял — 1) Пӳркел, 2) Пимĕрсел, З) Кивĕ Мертлĕ, 4) Çĕнĕ Мертлĕ, 5) Елшел, 6) Раккасси, 7) Таккавар, 8) Киштек, 9) Хирти Кушкă. Çав ялсене Тăхăр ял теççĕ. Çак тăхăр ял ĕлĕк пĕр ял пек пулнă. Вĕсенĕн çĕрĕ пĕрле пулнă. Пĕрле пурăнса вĕсем пит пысăк чӳксем тунă.

тăхăрвун

девяносто. С.-Устье. Вара салтак çавăнти япаласене илсе киле таврăнсан, тăхăрвун тăхăр кĕсре пуснă, тăхăрвун тăхăр саркавай эреке пĕтернĕ, тет. К.-Кушка. Тăхăрвун пĕр, девяносто один.

тăхăр пири

назв. ткани. Чураль-к. Тăхăр пири çийăнта сакăр пири айăнта. Синерь. Эпир илесси тăхăр хĕр тăхăр пири карсан та пирĕн пĕр пуçа çăлас çук.

тăхлан

олово, оловянный. ГФФ. † Ăçтан та янрать, янрас çок — тăхланпала хочăшлă. Как ей (монете) звенеть, где ей звенеть, когда она смешана с оловом. N. Тăм кĕлетке тăхлан куç, шур шĕлепке шуйттан пуç. (Шутка). Юрк. Хĕрлĕ шăрçа мерчен мар, тăхлан шăрçа кĕмĕл мар. Сред. Юм. Шыв çине тăхлан ирлтерсе ярсан салтака каяс полсан тăхлан пăшал пик полать, тет, çав çол алланас полсан, хĕре — качча каяс полсан, менчет шапки пик полать, тет. БАБ. Тăхлан шăратса яни (гаданье в çĕнĕ çул каç). || Свинец. Шашкар. || Оловянные монеты. N. Икĕ тăхлан, пĕр нухрат, хур пулать-çке тăхлансенĕн хушшинче. Образцы 17. † Елшел хĕрĕ ӳсет-çке, кĕмĕл айне пулать-çке. Мертлĕ хĕрĕ ӳсет-çке, тăхлан айне путать-çке. || Фамильное прозвище.

тăхлач

тăхлачă, сваха, сватья. Якейк. Тăхлач называют: 1) замужних родственниц зятя или снохи, 2) замужних женщин из других деревень, которые по возрасту не старше говорящего. N. Тăхлачă, название, с которым обращается родня мужа и жены взаимно к женским членам родства; с этим же именеи обращаются к незнакомым женщинам старше себя, из вежливости. Шихаз. Тăхлач — обращение к женщиие равного возраста или немного старше. Изамб. Т. Тăхлачă — с именем — молодых, без имени — старых; замужних всех без имени, если только не привыкли называть с именем, если она вышла раньше замуж. Без имени называют лишь близких родственников мужа или жены. Сред. Юм. Тăхлачă называют всех женщин, замужних родственниц по женской линии. N. Тăхлачă — мать невесты (хĕр амăшĕ), если ее нет, то ытти пысăк тăвансем. N. Тăхлачă — каччă амăшĕ, если матери нет, то ытти пысăк тăванĕсем. Вомбу-к. Тăхлач тесе акайăн хунемĕшне тăванĕсем калаççĕ. N. Çак хăтапа тăхлачăн çичĕ хĕл каçнă вăкăри пур, тет. Кĕвĕсем. Тăхлачăçăм Сухви пур, пĕр хĕрне те чараймас. ЧП. Тăхлачăçăм. N. Тахлачăшĕ.

Тăхтаман

яз. имя мужч. Рысайк., Ялюха М.., Рекеев, Патраклă, Сред. Юм., Иревли, Менча Ч., СПВВ. ИА. Тăхтаман — çуралнă ачасем вилех пырсан улăштаракан ят, улăштарса хуракан ят. СПВВ, ТМ. Тăхтамап тесе çын ячĕсене те хураççĕ. Пĕр çыннăн аслă ывăлĕсем вилсе пĕтсен, пĕр кĕçĕн ывăлĕ анчах юлсан, ăна Тăхтаман теççĕ.

тăшман ту

поступать по-злодейски. || Ходар. Пĕр-пĕр вăлсене (т. е. вирĕм ачисене) кĕртмесен, ăна вара тăшман туса пӳрт кĕтессине хулă вĕçĕсем, йăвасем, çăмартасем чиксе хăваратчĕç. (Вирĕм).

тĕвеçĕм

шерстяные нитки. СТИК. Пĕр вунă тĕвеçĕм илтĕм-ха лавккаран. Купил один вунă шерстяных ниток. Ib. Тĕвеçĕмпе тĕрĕ тĕрлеççĕ.

тĕвĕ

узел. См. тӳ, тӳлем. Магн. М. 16. Вилнĕ çын тĕвви. Маленьк. кн. Вил тĕвĕ, чĕр тĕвĕ. Кĕвĕсем. Тарай тутăр вĕçĕсем пурте пурçăн тĕвисем. Этем йăх. еп. пуç. кай. 17. Тĕнчери пур япала та, калăпăр, шутсăр, вĕçĕ-хĕррисĕр нумай чĕрĕ чунсен йăхĕсем пĕр санчăрăн тĕввисем пек умлă-хыçлă çыхăнса тăраççĕ, тенĕ 18-мĕш ĕмĕрĕн çурри тĕлнелле шветсен учонăйĕ Линней. || Узелки, задоринки, шешурки на кудели. Юрк. Тĕвĕ-çĕрсе е мăтасланса чăмакланнă сӳс пĕрчи (хĕлхем). || Прыщик. N. Çан-çурăма тухнă пĕчĕк тĕвĕ. (Куç). Календ. Ӳчĕ çинче ăçта килчĕ унта шăрçа пек пӳрлĕ тĕвĕсем туха пуçласан... N. Ӳт çинчи темле тĕвĕсем. Сборн. по мед. Ун ăшĕнче темĕн чухлĕ вĕт çеççĕ чунлă тĕвĕсем курăнаççĕ. || Зародыш (яйца). N. Çăмарта тĕввисем, зародыши яиц в курице. || Перегородка в растении. В. Ив. Каркăччине хăне тĕвĕ сыпăк хушши тетпĕр.

тĕк

толкать. Ала 74. Çакă Кăвал ачисе алăк хыçне тĕкрĕмĕр. N. Манăн çăварсем питĕрне ларчĕçĕ, çăкăр çиме памастчĕ, аран-аран пĕрер тĕпренчĕкĕн пурнепе тĕксе кӳртсе çатăмччĕ. Сюгал-Яуши. Вара ăйăра шыв хĕрне илсе кайнă та, шăтăка тĕксе янă. Имен. Эпĕ ăна тĕксе ятăм çуна çинчен, лашине пушăпа çапрăм та, тартăм. В. С. Разум. КЧП. Алăка сасартăк тĕкрĕм те, уçăлсах кайрĕ. Ib. Порис тĕксе ярать. Орау. Эп ун киммине çыран хĕрнелле сĕтĕреп, вăл шалчапа çырантан тĕксе шалалла туртăнать. Е. Орлова. Кĕсменпе чултан тĕксе кимме тапратса ятăм. Я оттолкнулся от камня и поплыл. Ib. Çтенаран алпа (урапа) тĕксе уйăрăлтăм. Я оттолкнулся от стены. N. Халăха вĕрентес ĕçе, епле те пулсан, майлаштарса, малалла тĕкесшĕн пулнă вăл. Çамр. Хр. Тенкел ури илсе Çтеппанăв куçне тĕксе шăтарнă. || Касаться. N. Патакпа тĕкрĕм, коснулся. || Кан. Пĕр пулккă сурăх пĕр пĕрин çине пуçсене тĕксе, кашăлтатса каяççĕ. || Бодать. Ишек. Тĕкрĕç, тĕкрĕç, тет те, хĕрне мыйрисемпе, вĕлерсе прахрĕç. Скотолеч. 26. Ĕнесем час часах пĕр-пĕрне мăйракисемпе тĕксе шăтараççĕ е тирне чĕрсе яраççĕ. А.-п. й. 108. Качакисем ăна ирччен пĕтĕмпех тĕксе вĕлереççĕ. Сятра. Такасам ирччен хора тĕксе пăракнăç, тет. || Трогать, задевать. Пшкрт. Тĕк = тив. || Поджечь. Курм. Кăраççын сапса вот тĕкнĕ. Кан. Çын тĕкнĕ теççĕ. Говорят, что от поджога. N. Вот тĕкнĕ. || Запирать. Яргуньк. Алăк тĕкрĕн-и? Запер ли ворота засовом? || Сомкнуть. Яргуньк. Пĕр пуç чĕнчĕ, тет: пушалстă мана кĕлеткепе пуçа тĕксе хăварччĕ, терĕ тет. Шибач. Çав кӳлĕри шупала аллисене хире хирĕç тĕксе çав шупала йăваласа сĕркелесе сыпăнчĕ. || Черкнуть. Орау. Вăхăт пулсан пĕр икĕ сăмах тĕксе ярсан аван пулĕччĕ. Ib. Мĕскер çыран? — Салтак патне хут ярас-ха, кăшт хамăр епле пурăннине пелтерес.— Маншăн та эппин пĕр-ик сăмах тĕксе хур. || Дать взятку. Орау. Леш сутийине тĕкнĕ те, ун майлă турĕç. Он сунул взятку судье, потому присудили в его пользу. || Намекать. N. Сăмах тĕксе ян яр. || Тыкать (в землю).

тĕкĕн

упираться. В. Олг. Хăма çомне тĕкĕнет. Малт. шк. вĕр. фиç. 34. Мĕншĕн чукун çул сарнă чух, релсăсене пĕр-пĕрне кăшт тĕкĕнмелле мар туса хушăсем хăварса хураççĕ? || Касаться, прикасаться, коснуться. Эпир çур. çĕршыв 20. Мал енчи чиккинче пирĕн çĕр ункă урлă каçса Сĕлескер ятлă ял патĕнче Çĕрпӳ уесĕн чиккине пырса тĕкĕнет. N. Санăн ултă пуçу, ман аллăри хĕç тĕкĕнсенех, пĕр пуç тĕшне те тăрас çук. Ст. Яха-к. Ярăнса аннă чухне хăшĕ çынсем айне пулнисем кăшкăраççĕ; тата хăшĕ-хăшĕ аран-аран çуна хĕрринче тĕкĕнсе пыраççĕ. (Çăварни). || Задевать, дотрагиваться. N. Сана вăл сăмахсем тĕкĕнеççĕ полсан та... Кан. Вăл йĕрке кил вырăнĕсене танаштарнă çĕре тĕкĕнмест. Н. Сунар. Ан тĕкĕнех, ӳкетĕп. (Капля). || Лезть (куда, к кому). || Приставать. Синьял. Ан ти, Тимахви, ан ти, Тимахви, тимен çĕртен тĕкĕнĕп. (Коршанкă). || Соваться. || Зариться. N. Япаласене тĕкĕнет. N. Ăна тĕкĕнмен эп. || Прийти в упадок, в расстройство. Бижб. Тĕкĕннĕ выльăх тĕкне çиет, тет, ăннă выльăх пăхне çиет, тет. КС. Тĕкĕннĕ выльăх тĕкне çинă тет. Ib. Пурăнăçĕ ман ахаль тĕкĕнсе пырать: тырри пулмарĕ, выльăхсем вилсе пĕттĕрĕç, çитменнине тата ачи чирлерĕ. Çĕнтерчĕ 9. Çитмен пурнăç хăйне хăй тĕкĕнсе пырать. N. Тĕкĕннĕ пурăнăçа аталантарма йывăр. N. Тĕкĕнсе çитрĕç. У них неудача во всех делах. N. Анчах ун чухне хресченсен хĕн пурăнăçĕ çавах юлнă: çуклăх пурнăç тĕкĕнсе çитни ĕлĕкхинчен пĕрте улшăнман. Чертаг. Тĕкĕнсе çитнĕ порнăç. Н. Седяк. Тĕкĕннĕ — çука юлнă çын. Шихаз. Пурнăç пĕр тĕкĕнсен çапла тĕкĕнсех пырать. N. Пурăнăç тĕкĕннипе тарăхса çитнĕ çын. N. Унăн пурăнăçĕ тĕкĕнсе пыра пуçланă. || Приняться. N. Унтан чавма тĕкĕнчĕç.

тĕкĕчĕ

назв. орудия (с.-х. инвентаря), чем скребают с тока хлеб. СПВВ. Т. Тĕкĕчĕ-тырă кăшăлне пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçарнă чухне тĕкекенни. См. тĕккĕç.

тĕкĕш

бодаться, пыряться. ЧП. Ĕнесем тĕкĕшеççĕ. Шел. 73. Вăкăрсем... пулса пĕр-пĕринпе тĕкĕшеççĕ. Малды Кукшум. Качаки сурăхне калать, тет: тавай мăйракасем çине утă чăркăпăр та хире-хирĕç тĕкĕшĕпĕр, тесе калать, тет. А.-п. й. 20. Çав кĕтӳре тĕкĕшме юратакан икĕ така пулнă. Ib. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине манса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. Ib. Тĕкĕшсен-тĕкĕшсен, такасем вут чĕртсе ячĕç те, хăйсем çума-çумăн ăшăнма ларчĕç. См. тĕкĕç.

тĕкĕштер

понуд. ф. от гл. тĕкĕш. Якейк. Тватă кашта котне тват çĕре тăратса, тăррисене пĕр çĕре пĕрлештерсен, тăррисене тĕкĕштерсе тăратнă теççĕ. Яргуньк. Пĕр пуç (отрубленная голова) каларĕ тет: пушалстă ман пуçпа кĕлеткене тĕкĕштерсе хăвар, терĕ, тет.

тĕк-тăмалках

то же, что тĕк-тăмалăх. Баран. 122. Тĕк-тăмалках, пĕр кирлĕ мар чух.

тĕклен

опериться. Толст. Пĕр эрнерен çерçи чĕпписем кăшт ӳссе тĕкленчĕç. Якейк. Салакайăк чĕпписем тĕклене пуçланă. || Разбогатеть. НИП.

тĕк пĕрчи

знач. не выяснено. Ой-к. Виçĕ тĕслĕ выльăха-чĕрлĕхе виçĕ картана хупма пар, пĕр вĕç картара, пĕр вĕç вакăра; тӳлеттер, хунаттар, тĕк пĕрчинчен тӳлеттер, хунаттар. (Из моленья).

тĕкей

знач. не выяснено Изамб. Т. Пĕр тĕкей пĕр хăма суй.

тĕкел

чĕт. Стюх. Тюрл. Тĕкел, попарно. ТХКА 81. Хам хутаçран пĕр ывăç мăйăр ывăçласа илтĕм те, Санюка: ыт-тĕкел, терĕм.— Тĕкел, терĕ Санюк. Ман ывăçран Санюк алли çине иле-иле хурса мăшăрăн шутласа пăхатпăр. Чăнах та тĕкел пулнă. Ст. Чек. Тĕкел = парăлăн. СПВВ. ЕХ. Тĕкел-мăшăрлă. || Нечет. СПВВ. ТМ. Тĕкел – мăшăрсăр. СПВВ. ГЕ. Тĕкел = хăрах, ытă = мăшăр.

тĕкĕлен

подпираться, запираться. Орау. Ура хутланчĕ ларчĕ, чăсма хăтлансан пит хытă ырататчĕ, вара çатма аврипе (сквородником) тĕкĕленсе çӳреттĕм. || Упираться. Орау. Чул хӳмине пĕр çуррине çитиччен тăвайкки пек тайлăк тунă. Тайлăкĕ пĕтнĕ çĕртен каллех тепĕр чул хӳме тунă. Çав тайлăк çĕтренех тӳрĕ хӳмине патакпа тĕкĕленсе чупса тарчĕ (пробежал по крутому наклону, упираясь палкой в соседнюю стену). КС. Йăвăçа тĕкĕлентĕм. Уперся в дерево.

тĕкĕл

подраж. учащенным, коротким шагом. Орау. Тĕкĕл-тĕкĕл туса пырать пĕр майра, тăлланнă пек, тăвăр сараппанпе.

Тĕкĕлти

фамильное прозвище в с. Альмени (Калининск. р.). || Юманай. Тĕкĕлти кукăр пĕр кукăр, йĕптĕк-йĕптĕк ерментей, йĕри-тавра тимĕр карта. (Чиркӳ).

тĕкĕр

зеркало. Шибач. Икково. Тĕкĕр тĕксĕм кăтартать. Зеркало потускнело. Якейк. Эп ăна тĕкĕр çинче кортăм. Я увидал его в зеркале. N. Пĕр шкаппа мăн тĕкĕре хăйĕн хваттерне илсе кайрĕ те, усă курса пурăнать. Кан. Тĕкĕр çинчи пекех курăнать. Трак. Колхозниксем культурлă пурăнаççĕ. Чӳречисем çинче чечексем, килĕрен сехет, тĕкĕрсем. || Подзорная труба; астролябия; бинокль. СПВВ. ЕХ. Хурамал. Çемлемир тĕкĕрпе пăхать, теççĕ. Яжутк. Вара лешсем (те) чупрĕç, тет; кайсан-кайсан çак хĕрĕн тĕкĕр пур, тет, çав тĕкĕр витĕр (в подзорную трубу) пăхрĕ, тет те: кăвак çӳçлĕ старикăн ывăлĕсем курăнаç, тет. Орау. Тĕкĕр витĕр пăхать (видели у землемера). Чув. календ. 1910. Африкапа Аравия пушă хирĕсенче калама çук пысăк тĕкĕрсем кĕленчесем вăй парĕç. Питушк. Тĕкĕрпе пăхать (межевой). Шел. II. 29. Хăшĕ, ытараймасăр, тĕкĕрпелех пăхаççĕ. Шел. 84. Тĕкĕрпеле пăхтараттăнччĕ. || Очки. Кубово. N. Тĕкĕр çине пăхса вола. Завражн. Тĕкĕр çине пĕлĕт ĕмĕлкине ӳкерес. || Стекло. Б. Олг. Тĕкĕр катăкки, кусок стекла.

тĕкĕрлет

то же, что такăрлат. Собр. † Сăран атă, йĕс тупан тĕкĕрлетрĕ ăрама; вуникĕ хĕр, пĕр арăм янăратрĕ ăрама.

тĕксĕм

темноватый, мутный, несветлый. В. Олг. Кан. Тĕксĕм тĕсли час ирĕлмест (воск). СПВВ. ПВ. Тĕксĕм пӳрт, несветлый. Бгтр. Уйăх шурă тĕксĕм пулсан, ашăтать, теççĕ. СПВВ. ЕХ. Тĕксĕм — уçă курăнман япала. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх тухрĕ, хăпарчĕ, шурă çутăпа çутатать; тĕнче тĕксĕм палăрчĕ, юмахри пек курăнать. || Матовый. || Просвечивающий. || Пасмурный, сумрачный. Орау. Кунĕ те тĕксĕм те паян, темĕскерле ăйăх килет. И день-то сегодня сумрачный, что-то спать хочется. Питушк. Паян тĕксĕм сивĕ (çул йăвăр). Хорачка. Тĕксĕм çанталăк — ни сивĕ, ни ăшă, хӳел корăнмаст (пасмурно). || Мрачно, темно. О Японии. Çапла вилнĕ çынсене асăнакан праçнике японсем савăнса ирттереççĕ, тĕксĕм хуйхăрса çӳремеççĕ. В. Олг. Хоçи, лампă çутăрах яр, ĕçлеме корăнмас, тĕксĕм. || Угрюмый. ГТТ. Тĕксĕм çын, угрюмый человек. Зап. ВНО. Тĕксĕм çын — гордый, недоступный, неразговорчивый человек. Ст. Чек. Тĕксĕм çын. Вăл çын çынна чĕнсе илсе калаçмас, унпа калаçма тытăнсан аххута калаçмас, пуçне хăй ялан çĕрелле пĕшкĕртсе çӳрет. Вута-б. Тĕксĕм, неразговорчивый, наружный вид угрюмый. Ib. Ваççил вăл тĕксĕм çын. СПВВ. ИФ. Тĕксĕм — куç айĕнчен пăхакан. СПВВ. ФИ. Тĕксĕм — чĕнсе чĕнмен çын. Полтава З2. Тĕксĕм (мрачный) ватă Кочубей ĕнентерсе тупăшать (клянется). Альш. Унта-кунта тухса çӳренĕ çын мар вăл, килте кăна ларнă, тĕксĕм çын вăл (необщительный). N. Тĕксĕм çын противополагается уçă çын, гордый, недоступный, неразговорчивый человек. N. † Чашки-чашки вĕт йăви, касмасăрах полмас во (= вăл); юр пуçласа юрлама тĕксĕм çынран пулмас во. СПВВ. Х. Тĕксĕм, шероховатый, человек грубоватый, необтесанный. Ашшĕ-амăшне. Тепĕр кунĕнче Кĕркури иртенпех тĕксĕм, пĕр калаçмасăр çӳренĕ. Сред. Юм. Темме пит тĕксĕм çӳрет çав, пĕрте уçă çӳремес. || Глупый. Тюрл. Тĕксĕм янтар, мутный.

тĕл

определенное место. Баран. 121. Хирсенче хура тĕлсем нумайланнăçем нумайланса пыраççĕ. N. Ялан вырăнтан вырăна куçса çӳретпĕр, татах тĕлĕ çук. N. Хветĕрĕн хăйĕн атрĕс çырма тĕлĕ çук. Ст. Чек. Кайсан-кайсан кайнă тĕле çитеççĕ. Скотолеч. 15. Хăш чухне пĕр тĕлте анчах, хăш чухне ик-виç тĕлте шыçать. Шыçнă тĕлти вĕриленсе тăнăçемĕн пысăкланса пырать. Регули 1200. Çавă тĕле (çавăн тĕлне) кил. Ib. 744. Пĕр тĕлтех çавăрăнса вĕçсе çӳрерĕç. Сред. Юм. Тохса çӳрес-ха çола, килте ларса полмас пĕрмай, эрне кăçта каймаллин тĕлĕ çок та, топимăпа шырасан кăçта та полса майлă вырн. Чăв. й. пур. 35. Икĕ ывăлĕ икĕ тĕлте уйрăм пурăнаççĕ. Скотолеч. 23. Тавăрăнса кайнă тĕлтине çивĕчĕ çĕçĕпе касса пăрахас пулать. Изамб. Т. Пирĕн çарансем пур тĕлти те аван. Юрк. Ик-виç тĕлте имени пулнă, темиçешер çĕр теçетине çĕр пулнă. Чебокс. Урăх тĕлелле каяр. N. Виçсĕмĕр виç тĕлте çӳретпĕр. Календ. 1904. Укçа янă тĕле çитсен çав купона укçа илекен çынна касса параççĕ. Кан. Анӳ тĕлне пĕлетĕн-и вара? Нюш-к. Пăшала персе ярсассăн хайхи çын тĕлĕ тĕтĕм пек пулса куçран çĕтет. N. Тислĕк купи тĕлĕнче (тырă) лайăх пулать, ытти тĕлте начар пулать. Скотолеч. 21. Суран (рана) тĕлне пăр е юр хурас пулать. Вишн. 73. Тата хăш-хăш çĕрте тăм чумлексем ӳпĕнтерсе хураççĕ; вара хăшин ăшĕ ытларах йĕпенет, çавăн тĕлне пусă алтаççĕ вара. Б. Яуши. Пирĕн тĕле пĕлмесессĕн, анат касра кĕтесре, улма сатне пăхса пыр. Хурамал. Вăл сасă салтак пурăнакан тĕле çитсен чарăннă. О сохр. здор. Хăш чухне лаша тăлхарса кăларсан е ĕçнĕ чух шыва юлсан, çав манка çыннăн ӳтне суран тĕлне лекет те, çын та вара çав чирпех чирлет. N. Эсĕ çул тĕлне пĕлетĕн-и? Пиччу хăни тĕлне пĕлетĕн-и? Ала 81. Кăтартăр-ха мана унăн тĕлне (где он живет). Холера З. Каснă тĕлĕнче ыратни, пăртак вĕриленни, вăйсăрлăх часах иртсе каять (при прививке). Изамб. Т. Ют ялтан ывăнса килнисем ларнă тĕлтех çывăрса каяççĕ. Нюш-к. Ашшĕ курнă укçа тĕлĕ кăçта у тесе ыйтрăм (где видел его отец деньги). N. Ик-виç çеккунт та иртмен-тĕр, шыв юхăмĕ ăна çирĕм чалăш тарăнăш тĕлне юхтарса илсе кайнă. N. Эпир çапла пĕр тарăн тĕлте пысăк пулă тытрăмăр. Скотолеч. 12. Шыçнă тĕле тутăр татăкне ăшăтса е ăшă шывпа йĕпетсе çыхас пулать. Ib. Тачка ӳт тĕлне сĕрме юрамасть, хул çумĕнчи аяк пĕрчисем тĕлне сĕрес пулать. Дик. леб 30. Çав пӳрт тĕлĕнчен иртсе пынă чух, çурăм-пуç тин шуралса килнĕ. Ядр. Сасартăк манăн пĕр чĕпĕ пĕр шăтăк тĕлне пулчĕ те анчĕ кайрĕ. N. Вилсен ăна масара пытарнă. Вăл масара чăваш масарĕ теççĕ. Унăн шăтăкĕ тĕлĕ халĕ те пур. Кан. Вĕсем ялти кулаксем тĕлне пĕлмен çынсем. || Иногда переводится как дом. ГФФ. † Йăван лаши хора лаша, Татьян тĕлне çитсессĕн... Ивана вороная лошадь как поверстается с домом Татьяны... ГФФ. † Татьян сăхмань хора сăхман Йăван тĕлне çитсессĕн... Полы Татьянина черного кафтана, как дойдет она (Татьяна) до Иванова дома... ГФФ. † Йăш-яшти яш ачи, олах тĕлне пĕлмесĕр, пӳрт кĕтессинче çĕр каçнă. Пригожий парень, не найдя дома, где были посиделки, провел ночь за углом избы. А.-п. й. 89. Улпут тĕлне çитсессĕн, ларчĕ пĕрене çине. || Местность. Ала 14. Нимĕн тĕлне те пĕлмен вăл (не знала местности), каç та пулма пуçланă. || Случай. N. Ĕмĕр тăршшинче ĕçес килнĕ çынсене шыв парса ăшне кантарса ярас тĕл сахал килет. Регули 1478. Пирĕн çок полчĕ, лапкара та пĕтнĕ тĕл полчĕ. N. Икшер-виçшер кун çăкăр курман тĕлсем те пулчĕç. Баран. 127. Пĕтес тĕл килсен, упа тем пек хаярланса çитет. || N. Сиртен мана çыру илме тĕлĕ çук. || Толк. Орау. Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăмăр. N. Çывăрни тĕлли çук: пĕр куç хупăнса выртать, тепри уçăлса тăрать тенĕ пек анчах вырткаласа тăратпăр. Юрк. Ыттисем вĕрентем тĕлĕ пулмарĕ. N. Ним тĕлне пĕлместĕп. N. Çапла эпир нимĕн тĕлне пĕлмесĕр шухăша вылятса тăратпăр. Сборн. по мед. Кирек епле ĕçе те тĕлне пĕлсе шухăшласа тума кирлĕ. N. Ĕçе тĕлне пĕлсе ĕçле. || Специальность. Альш. Пĕлетне мĕн эсĕ вăл тĕле. Разве ты знаешь и это дело, и эту специальность. || Признак. N. Мир полас тĕлĕ çок халĕ. || Время. N. Пĕр тĕлте, одно время. Баран. 167. Хĕлле тайкара хăрушă сивĕсем, кутсăр-пуçсăр тăмансем пулаççĕ. Çул кайма тухнă тĕл килсен, вилмесĕр юлакан нит сахал. || Цель. N. Çавăрса хур пĕр сăмах та пулсан, тен тĕле килĕ! Изрыгни что-нибудь, авось в цель попадешь. N. Тĕл тиверт, попадать. ЧК. Тĕл пеме вĕренес килет. Ib. Шкулти тĕл перекенсен кружокне (стрелковый кружок) Михайлов юлташ ертсе пырать. || Ашшĕ амăшне. Ăна вара çывăрнă тĕллипех (сонного) тăлăпсемпе, чаппансемпе лайăх хупăрласа çуна çине вырттарнă та, Лисахви килне илсе тавăрăннă. || Во-время. N. Сасартăк килсе эсир çывăрнă тĕле ан пултăр. Урож. год. Апат тĕлнех пултăмăр. || Как раз. Кан. 1929. Хăш-пĕр чухне чăхăмçă этемсемпе те тĕлех килсе тухаççĕ. N. Эпĕ çавăнпа сан пата пиçмо ятăм: эсĕ унтан кайнă тĕлех пулнă. К.-Кушка. Çатан урлă сикрĕм те, ура пылчăк çине тĕлех пулчĕ. Перепрыгнул через забор и попал ногой в грязь. Кан. Унта пĕр питĕ тĕлех кăларакан карчăк пур тет те... Панклеи. Ялта пĕр пӳрте кĕрет те, олах тĕлнех полать (попадает как раз на посиделки). N. Пирĕн тĕлех пулчĕ. || В отношении. N. Эпĕ ку авланнă тĕлтен тата телейлĕрех пулмаллаччĕ-ши? Юрк. Эсĕ пур япала çинчен те пĕлетĕн? Çавна мана çынсем умĕнче каласа парсам. Эпĕ сана çав тĕлтен пулăшăп. Альш. Кунта харпĕр килне ăрасна касмăк-пичĕке çук. Ӳретниксем пире вăл тĕле хĕсмеççĕ. || Около (места). Ярмушка-к. Кункал виçĕ шыт çӳлĕшĕ, сарлакăшĕ хырăмĕ тĕлĕнчепе 7 вершук пур пач тӳрĕ (в диаметре), тĕпĕ пенчинче сарлакăшĕ — пăймаклинче 5 вершук анчах (в диаметре). N. Çич çул юппи тĕлĕнче тăват аршăн юр çунă. Кан. Çу савăчĕ тĕлĕпе Етĕрненелле мăн çул анса каять. Регули 1163. Эп çол çинче вăлсам ялĕ тĕлĕнче топрăм. Ib. 1159. Вĕç çав йăвăç тĕлĕнче тăракан çын. Ib. 1162. Пирĕн тĕлте хыçалта тăчĕ. Эпир. çур. çĕршыв. 11. Улçа юпи тĕлĕнче, кăмака ани патĕнче, вучах пур. Ск. и пред. чув. 64. Кăкăрĕ çинче, чĕри тĕлĕнче сенĕкпе чикнĕ вырăн çара юн. Якейк. Чӳркӳ тĕлĕнчен айăккала пăрăнса каймалла. Капк. Ваçуксене: эсĕр пирĕн тĕлти мулкачсем, тесе хăлхинчен туртса хăратнă. N. Пĕр-кун сана вăйлă вăрçă çук пирĕн тĕлте тесе çырнăччĕ. Кан. Пăшалпа хырăм тĕлĕнчен перет. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Кан. Канавне тата карта тĕлĕнченех ямалла тунă. Скотолеч. 26. Улма е чĕкĕнтĕр тавăрашĕ хăш чухне карланкине ларат, хăш чухне кăкăрĕ тĕлне ларать (застревает). || Около, приблизительно (во времени). N. Эпĕ праçник тĕлĕнче польнитьсара выртрăм ик эрне. Кан. Ачана кăнтăрла иртсен пĕр сехет тĕлне çуратса пăрахрĕç. Ib. Шупашкара каç пулттипе пĕр пилĕк сехет тĕлнелле çитеççĕ. Ib. Хут пĕлменнисемпе сахал вĕреннисене шкулта улт сехет тĕлнелле ямалла. N. Улттăмĕш сехет тĕлĕнче. N. Иван! Пыр ман патна паян пĕр виç сехет тĕлнелле. N. Ыран воник сахат тĕлĕнче килеп. Хот илмелле. N. Кăнтăрла иртсен, пĕр виç сехет тĕлĕнче. Ачач 23. Çимĕк тĕлĕнче вăрманта çуралнă тесен, Тимуш ялан хавасланнă пек пулнă. Ск. и пред. чув. 19. Чи çурçĕрĕн тĕлĕнче çичĕ юлан тухаççĕ, Хура шăрчăк уйĕнче каллĕ-маллĕ чупаççĕ. || Напротив. Çутт. 82. Ăна эпĕ куç тĕлне турăм. Пирĕн ял. Ламппă çути тĕлне шăп килмелле кăшкара çăмартаран пĕчĕкрех шăтарса шăтăк тăваççĕ. ДФФ. Вăрăм сак тĕлне çӳлерех пĕрене çумне пĕр пуччушши çапса çыпăçтаратчĕç. Шибач. Çав вăрман виттĕр виç кĕтеслĕ пӳрт тĕлнех полмалла полчĕ. Мăн çол. || Дик. леб З2. Эсĕ унăн чĕри тĕлне лар: вăл усал кăмăллă пултăр та, çавăнпа асаплантăр. || По. Юрк. Вăл тĕлтен вулăр. По этому предмету читайте. || По направленню. Орау. Çурт тĕлнелле пăхсан çăмăр çуни лайăхах курăнать. Регули 1160. Çав йăвăç тĕлĕпе пăх. || К. Кан. Октяпĕр револютси вунă çул тултарнă тĕле пулас çурт; каснă лартнă тепĕр уяв — Чăваш автономи вунă çул тултарнă тĕле тăватчĕç. ЧК. Паян кун тĕлне районĕпе 200 кектар çинче çĕрулми лартнă. Конст. чăв. Унтан хулара çӳренĕ чухне вăл вырăн тĕлне çитсен эпĕ: кунта пĕр Мирса Салих Керимов ятла хуçа пур, эсĕ çав хуçана тупса парайрăна мана? терĕм. Регули 1339. Той тĕлнех килчĕ. N. Ку енчи ял тĕлне илсе пыр. Кума-к. Кил тĕлне çитсессĕн (когда подьехали к дому), пысăк алăкпа кĕреймарĕ (муха). Кан. Советăн 5-мĕш çурчĕ тĕлне çитнĕ. Ib. Вăл каç пулнă тĕле вилсе те кайнă. ТХКА 53. Вăрманял тĕлне çитиччен хамах лартса кайăп сире, тет нăврашсем. А.-п. й. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Çутт. 71. Кĕсре кашкăр тĕлнелле çите пуçласанах хăр-харт туса илчĕ. N. Кайсан-кайсан çак пĕр тырă акакан çын тĕлне çитрĕ, тет. СПВВ. Çак сăмах тĕлнех килсе кĕчĕ. N. Эпĕ хам хурланă тĕле пултăм та, çампа çампек çыртăм. N. Пирĕн сăмахсене итлемесĕр пурăнса çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес. Урож. год. Çын куç тĕлне пулнăран шыва кĕме пăрахнă. || До. НР. † Шопашкар тĕлне çитсессĕн... Как дошел до Чебоксар. Ib. † Хĕрсен тĕлне çитсессĕн... Как дошел до девушек... || Над. Изамб. Т. Пăр пуçне килсе çапсан, вăл вара карттусне пуç тĕлĕнче çӳлерех тытса тăнă. N. Туттăрĕ çине, çамки тĕлне виçĕ кĕмĕл укçа çĕлесе хураççĕ (покойнице). N. Малалла чупса пынă чух ялан пуç тĕлне кĕреçе тытса чупăр. Дик. леб 39—40. Вăл хăйĕн пуçĕ тĕлĕнчен вĕçсе пырса, ăна хĕвел çуттинчен сарлака çуначĕсемпе хӳтĕлесе пыраканни те çав кĕçĕн пиччĕшех пулнине пĕлнĕ. Она догадалась, что это он летел над ней и защищал ее от солнца своими крыльями. Орау. Çӳлте, ял тĕлĕнчех, тусем кĕç-вĕç йăтăнса анас пек ял çинелле тайăлса усăнса тăраççĕ. N. Сĕтел тĕлĕнче ламппă çакăнса тăрать. 93 çул 15. Çӳлте штик тăррисем тĕлĕнче кайăксем юрланă. ЧС. Çавăнпа вырăн тĕлне пиçихе çыхса хучĕç; тăрас пулсан çав пиçихие тытса ларатчĕ. Ск. и пред. чув. 10. Çӳлĕ тăвăн тĕлĕпе çăхан карать çăварне. || Под (прикрытием). ЧП. Йăвăç тĕлĕпелен вăл сулхăн. Собр. Выртнă упана йăвăç тăрĕнчен пăхса тăратимăн, йăвăç тĕллипе хуллен пырсан тытăн теççĕ. Толст. Хăйсем йывăç тĕлĕпе ачисенчен вăрттăн тара пачĕç, тет. Н. Якушк. Ырă аппаçăм (ятне кала), санан тĕлӳпе хумханатпăр. (Свад. п.). Полтава. Халăх пуçĕ тĕлĕнче хĕпĕртесе силлерĕ. N. Мăшăр витре йăтрăм та, шыва антăм, тăван шу пуç тĕлĕнче ай пыратчĕ. 93 çул 78. Çав виç кĕтеслĕ япала (предмет) ирхи кăвак пĕлĕт тĕлĕнче хуран курăннă. || За. Регули 1161. Эп йăвăç тĕлне тăтăм, çавăнпа вăл мана коримарĕ. Янтик. Сан тĕлӳпе мана ним те курăнмас, кай унтан (из-за тебя мне ничего не видно). N. Паян çăмăр пĕлĕчĕ тĕллипе хĕвел çутти курăнмасть. Сред. Юм. Тĕттĕм лавка хӳтипе, пурçăн хăмаç çутипе, пурçăн тутăр тĕллипе çиçпе ачи куç хыврĕ. N. † Вуник кашкăр иртнĕ чух юман тĕлне тăрса юлайрăм. || При. N. Словарь çырнă тĕлте сире эпĕ кирлĕ мар-и? || Ст. Юрк. Малашне авланас тĕлтен турă сыхлатăр ĕнтĕ (говорит один вдовец). || Для. N. Ку япала пирĕн тĕлĕмĕртен килсе тухрĕ. N. Ман тĕлтен ялта сар хĕр пулмарĕ куран. Чув. календ. 1911. Çапла тусан, русско-чувашский словарь вырăс чĕлхине вĕренес тĕлтен пире пит нумай усă парĕ. Ст. Чек. Ун тĕлĕнчен унăн пур, ман тĕлĕмрен çук. Для него он готов сделать все, а для меня ничего. Б. Олг. Тепĕр молкачă кортăм ора, карсак, тĕллерех пертĕм, ман тĕлне полимерĕ, тытимерĕм. Утăм. Ырлăх иртет ак часах ун тĕлтен. N. Унта вилнĕ çынăн кил йышĕсем калатчĕç: эй турă, мĕшĕн ялан пирĕн тĕле кăна пулать-ши, мĕшĕн пире ялан хурланса хурлăхпа пурăнмалла тунă-ши ку турă. N. Пирĕн тĕлтен пурне те пуçтарнă. Сред. Юм. Он тĕлĕнчен тем те топнать. У него всегда бывает несчастье. Ему всегда попадаются дешевые вещи хорошего качества. || О, об. КАЯ. Атте-анне уратех ĕнтĕ (сестра) тесе пит хуйхăра пуçларĕç; эпĕ, ухмахскер, хуйхăрас тĕлне пĕлместĕмч. Юрк. Янă çырăвăнта вăл тĕлтен нимĕн те асăнмастăн. || С. N. Скиф патши ывăлĕсем ашшĕ хушнине те итленĕ, те итлемен, эпир пĕлместпĕр. Çапах кил-çуртра килĕшӳ çукки усал иккенне эпир тепĕр тĕлтен куратпăр. N. Токмак тĕлне пол, встретиться с волком. А.-п. й. 40. Ула-таккапа тилĕ, çаксем тĕлне çитсен, темĕн пăшăлтатса илчĕç те, чарăнчĕç. || Иногда не переводится. ГФФ. † Кăтик-кăтик сар чăххи, кашти тĕлне пĕлмесĕр, посма çинче çĕр каçнă. Желтая курочка, не найдя своего насеста, ночевала под крыльцом.

тĕлĕн

для (тебя), на (твой) взгляд. N. Ман тĕлĕн чир те çуккă. N. Ман тĕлĕн (к моему счастью). ЧС. Аннене: темĕскер пулчĕ, пуç ыратать, терĕм. Анне: сирĕн тĕлĕн ăçта пырсан та çав-ĕçке (у вас, куда ни пойдете, вечно одна история), мĕн пулчĕ-ши тата? – терĕ. N. Пирĕн тĕлĕн пурăнăç çавăн таран пулĕ. N. Ман тĕлĕн вăрçă та тухрĕ, апай та вилчĕ. N. Теме пирĕн тĕлĕн полчĕ ку вăрçă. || Сами по себе. N. Хай витресем йăтмасăрах хăйсем тĕлĕн çитрĕç, тет. Кан. Уйрăм çынсем хăйсем тĕлĕн унашкал çĕрпе усă курма пултараймаççĕ. О сохр. здор. Халĕ ĕнтĕ эпир малалла тĕслĕрен апата кашнине хăй тĕлĕн пăхса тухар. || N. Çак хута çырнă чух этем тĕлĕн çырмарăм, чуна хытарса çыримарăм, пĕр кун кунĕпе çыртăм, тетен куçшулĕ пĕр витре юххăр пулĕ.

тĕл кил

приходиться. Изамб. Т. Кĕме теплерен тĕл килмен. Ст. Чек. Сана кунта чăвашла калаçма тĕл килет-и вара? – Тĕл килмест (не приходится). || Случиться. N. Çав çулпа пĕр улпутăн иртсе пынм тĕл килнĕ. || Баран. 164. Час-часах тата тусем тăрринчен аялалла кĕрт татăлса анать те, хăй аннă çĕрте мĕн тĕл килчĕ, ăна çĕмĕрсе пырать. || Удаваться. Ст. Чек. Çырма тĕл килмест. Дик. леб 38. Вăл пулмасан, пире хамăр çуралса юратса ӳснĕ çĕр-шывăмăра килсе курма нихăçан та тĕл килмĕччĕ. Если бы не было этого утеса, нам никогда не удалось бы побывать на нашей родной земле. || СЧЧ. Пĕр юпа шăтăкĕнчи улăма сирсе пăхрăм та тĕлех килчĕ: хай йĕрĕх пĕрни вырта парать (лежит тут как тут!) || Ладиться. N. Тĕл килмесен, если не подадится (дедо).

тĕлле

намечать направление. Альш. Каятăп хай хăй çутине тĕллесе. Собр. Эпир килтĕмĕр ушкĕнпе хăтаçĕм килне тĕллесе. || Указывать (рукой) направление. Шорк. Хĕвеле аллупа ан тĕлле, пĕлĕте аллупа, масара аллупа ан тĕлле, терĕ. Хăр. Паль. ЗЗ. Тĕллесе кăтартать. Ачач 82. Митюк çурчĕ умнелле тĕллесе кăтартнă пек тăвать. || Наметить. Изамб. Т. Усем те пăсмасан, ывăлĕ те кăмăлласан, вара çав тĕлленĕ хĕре хăтана каяс пулать. || Юрк. Санăн çемйӳ пурне-мĕнне пĕлсе тĕллесе туса тăмаççĕ, тухса кай, теççĕ. || Смотреть пристально. Пшкрт. Мĕн тĕллесе пăхан мана, кормасатни мĕн. Ачач 103. Пасар кунĕ халăх хушшине лайăхрах пăхманни, асăрхаманни, кашнинех куçран тĕлле-тĕлле лартса иртерсе яманни ниçта та хăварман. Хорачка. Мана тӳрех тĕллесе пыхрă (пристально). N. Мана ӳкересшĕн куçĕсене ман çине тĕллерĕç. || Целиться, взять на прицел. Шорк. Вăл пăшалпа мана алăран тĕллерĕ. Вăл пăшалпа ман алла тĕллерĕ. Вăл ман куçран тĕллерĕ. Вăл ман куçа тӳрех тĕллерĕ. N. Салтаксам пăшалсене харăс тĕллеççĕ. N. Эпĕ тилле (перес тесе) пăшалпа тĕллерĕм. Изамб. Т. Эп тĕллесе тăнă чухне кайăк-кăвакал вĕçсе карĕ. N. Эсĕ мĕне тĕллерĕн? Пшкрт. Эп пăшалпа çынна тĕллерĕм. N. Çавна ку тĕллесе сăнăпа чике пачĕ тет. N. Çак çын пыракан çул çинчех пĕр кайăкра çӳрекен çын кăвакала пăшалпа перес пек тĕллесе тăрать, тет. Б. Олг. Эп пăшалпа тĕллетĕп молкача, молкача пертĕм тытрăм. Вир-ял. Ултă пăшалпа тĕллесе ултă пăчăр тытрăмăр. Шел. 98. Пăшалĕсемпе кăкра тĕллеççĕ. СТИК. Салтаксем пăшалĕсемпе тĕллерĕç. Солдаты прицелились из ружей. Синерь. Эсĕ те мана виçĕ хут пăшалпа тĕллерĕн. || Целить. N. Пĕр маях мана тĕллерĕ. Раав. 122. Тĕллесе пыран инкеке-синкере сирсе яр. N. Тĕллесе кала, прямо сказать (на кого).

тĕллеттер

указать. Кан. Пĕр-пĕр çыннăн лашине тĕллеттерсе вăрлаттарать.

тĕлне пул

встретить, застать. N. Тен сăра тĕлне пулăн. Юрк. Ют çын пырса кĕнине курсан, хуçисем кăна, чей тĕлне пулнăран, хăйсемпе пĕрле чей ĕçме ларма чĕне пуçлаççĕ. N. Качча кайсан та ырă каччă тĕлне пул (пожелание). N. Çын тĕлне пулсан (снаряд) салатса пăрахать (ярать). Трхбл. Куç тĕлне пулмас. Не попадается на глаза (напр., место в книге, предмет, который ищут). Сред. Юм. Куç тĕлнех полчĕ. N. Мĕн куç тĕлне полать, çана çиса. А.-п. й. 68. Каясси кай та, ачам, анчах Ерхип куçĕ тĕлне ан пул,— тет амăшĕ. Яжутк. Пырсан-пырсан, пĕр ача тĕлне пулчĕ, тет. N. Çын тĕлне полать те, çынна салатса пăрахать. Янш.-Норв. Упăшки ырă çын тĕлне пулсан (если ее муж окажется хорошим человеком), çулталăк иртсен ик çулхи тьыха илсе парас, тет (отец девушки, которую собираются выдать замуж). N. Халь çав çĕр маните хума кайсан темĕскер инкек тĕлне пулчĕ, халччен те укçа çухатса курманччĕ, çавăн чух толĕк çухатрăм. Карамыш. † Вăрман варĕнче вăт çонать; каям ăшнам тенĕ чох йоман тĕлне полайчĕ.

тĕл пул

встретить, встретиться, повстречаться, встречаться, ЧП. Хура лаша тĕл пултăм. А.-п. й. 87. Ак тĕл пулчĕ улпута. {{anchor|DdeLink218312619674728}} Ib. 96. Мăн çул çине тухсанах, тĕл пулать вăл пĕр çынна. Ib. 14. Çӳресен-çӳресен, пĕр мулкача тĕл пулчĕ. N. Кăшт тăрсанах, пĕр ăстах тунă ака пуçĕсем тĕл пулнă. N. Катови пӳрт тĕл пулсан, куçарса лартма темĕн чухлĕ каймĕ. Ст. Чек. Каят-каят та, пĕр çурта тĕл пулат, унта вунпилĕк хĕр авăрласа ларат. N. Килсен килсен, хайхи салтаксем çăва тĕл пулчĕç. ГТТ. Ĕмĕр тăршшĕнче пĕрне пĕри тĕл пулмăпăр, тесе каламалла мар. Этемпе этем тĕл пулать вăл, теççĕ. А.-п. й. 55. Кайсан-кайсан, йăвана пĕр мулкачă тĕл пулчĕ. Ib. 15. Пырать-пырать, нимĕнле кашкăр та тĕл пулмасть. Ib. 7. Пĕр вăхăтра мулкач, кашкăр, упа пĕрле тĕл пулаçççĕ те канашлаççĕ. Кн. для чт. I. 10. Вĕсем пĕрле тĕл пулса (встретившись) калаçа пуçланă. N. Малтан тĕл полакан çынах мана вĕлерет. Меня убьет первый встречный. Регули 222. Эп она поплекене тĕл полтăм. N. Кăçал çав Иван Иванчпа Никанор Никанорч иккĕшĕ вăрманта тĕл пулнă. Бгтр. Кайсан-кайсан, пĕр çоран çын тĕл полчĕ. || Наткнуться, натолкнуться, попасть во-время. НР. † Олăх тăрăх ут çолтăм, хуна юмана тĕл пултăм. На лугу я косил, на молодой дуб наткнулся. Завражн. Унтан хытă пĕр-пĕрĕн çинелле тĕкĕшесшĕн чопса пынă, анчах поçĕсем кĕсен тĕл полайман, пĕр-пĕрин çомĕнчен тĕкĕшимасăрах чопса иртсе кайнă (козлы). Череп. Яшка антарнă çĕре тĕлех пултăм. N. Вĕсем пурте сисмен çĕртенех танатана тĕл пулĕçинччĕ. Дик. леб 34. Ури айне тĕл пулнă типĕ çулçăсем чаштăртатни те илтĕннĕ ăна. Слышала шуршанье каждого сухого листка, попадавшегося эй под ноги. || Увидать. НР. † Йори карăм улаха чун савнине шыраса; чун савнине тĕл полтăм сарă хĕрпе йонашар. Нарочно пошла на посиделки, чтобы встретиться там со своим милым, но увидала его сидящим рядом с другой девушкой. ГФФ. † Карăм, карăм пĕр çолпа, хора йосç-и тĕл полтăм. Шла я, шла по дороге и увидела черного горностая. || Найти. НР. † Йори карăм вăрмана çăка йăвăç шырама; çăка йăвăç тĕл полтăм йоманпала йонашар. Нарочно пошла я в лес липу искать; нашла липу рядом с дубом. || Дойти. ГФФ. † Карăм, карăм пĕр çулпа, çич çул юппи тĕл пултăм. Шел, шел я по дороге и дошел до расяутья семи дорог. || Попасть в цель. N. Пăшалне илнĕ те, печĕ, тет, виççĕшне те тĕлех пулнă. || Застать, оказываться. Альш. Хĕрĕпе ывăлĕ таçта тухса кайнă тĕл пулат, тет. Ib. Кайăкĕ таçта кайнă тĕл пулат, тет. Бугурусл. Эпĕ, киле таврăнмассерен, манăн паппируска çынсем туртса янине тĕл пулатăп. Каждый раз, когда я возвращаюсь домой, мои папиросы оказываются выкуренными. || Вĕлле хурчĕ 5. Çамрăк амăш, хĕвеллĕ çанталăк пулсан, кăнтăрлапа вĕллерен сăрăпа тĕл пулма (çыхланма) тухса вĕçет.

тĕл ту

попадать куда надо. N. Краççын илсе кĕрес пуль, атту тĕл тăваймăн. N. Тĕл тăвать, попадает. || Чем люди живы. Ырă халь те тем тĕлех турĕ, пĕтес пулатчĕ. || Сред. Юм. Кăçта та полса япалана кӳртес полсан, пĕр-пĕринпе лектерес полсан, малтан тĕл тăваççĕ.

тĕлĕр

дремать. СПВВ. МС. Анчах тĕлĕрсе кайсаттăм, тăратрĕç те (о сладком полусне. Обозначает оттенок сладости. СТИК.) Йӳç. такăнт. 6. Чуп час!.. Тĕлĕрсе çӳреттĕр. N. Тĕлĕрсе карĕ, сидя задремал. Хурамал. Ларнă çĕртех тĕлĕрсе кайнă (çывăрса кайнă). Орау. Эп пăртак тĕлĕрсе илтĕм эсĕ киличчен. Слеп. Ах тĕлĕрсе кайрăм янчах, эс мана тăратрăн. N. Тепĕр кунне Аксенов хăй сакки çине выртнă та, анчах тĕлĕрсе кайнă. Дик. леб 38. Çапла вĕсем пĕтĕм вăрăм çĕре калаçса ирттернĕ, ире хирĕç анчах кăшт тĕлĕрнĕ пек пулса илнĕ. Так они проговорили всю ночь и задремали только перед самым рассветом. Шурăм-п. Ывăнсан ыйхă та килет, пурте çывăраççĕ: пĕр хуçа анчах тĕлĕрсе те каясшăн мар. Полтава 60. Уçă сывлăш тĕлĕрет, ыйха çĕнсе тăраймасть. СПВВ. ИА. Çыврас умĕн тĕлĕрсе выртатăн. Шорк. Тĕлĕрес, немного поспать, подремать. СПВВ. Тĕлĕрет çывăрнă-çывăрман çын. || Думать. Кан. Ун чух ытти ялсем ун çинчен тĕлĕрме те пуçламан. Сред. Юм. Тем шохăша кайнă ĕнтĕ, пит тĕлĕрсе ларать (погрузился в думу), эпир сăмахланине те илтмес. Турх. Пит-куçĕпе салхуланса чавса çинче тĕлĕретчĕ. Тюрл. Тĕлĕрсе тăрать, задумался. || Грезить. || Хмуриться. Юрк. || N. Хуйхăпа чунăм тĕлĕрсех кайрĕ. Турх. Йышĕ (их хозяин) пӳртре тĕлĕрсе: а-ах! тесе хуйхăрать. || Смотреть пристально. Ст. Чек. Тĕлĕрсе пăхать; тилмĕрсе пăхать. || Сред. Юм. Пĕрмай пĕр тĕле пăхса пĕтĕм куç тĕлĕрсе кайрĕ. || О сохр. здор. Вăл чир лашана е ĕнене ерсен, вĕсем салхуланаççĕ, тĕлĕрсе пуçне усса тăракан пулаççĕ. СЧУШ. Тепĕр кунне амăшĕ апат çисен, лахханти çăра шывне ĕнине пама тухнă, курать, ĕни çимине çимест, тĕлĕрсе тăрать.

тĕлкĕш

пылать, гореть большим пламенем. СПВВ. Сред. Юм. Типĕ олăма пĕр вăт тивертсе ятăм та, ахаль тĕлкĕшрĕ анчах. Ib. Хоран ай эп кĕнĕ чохне йăс-йăс çиç туса выртать, халь хорса толтартăм вĕт çонкăс та, ахаль тĕлкĕшет анчах. Ib. Вăтта пĕр чăртса ятăм та тĕлкĕшет анчах. Ib. Кăмакари вăт тĕлкĕшет анчах (горит пламенно). Ib. Хоран айне чăртса ятăм та тĕлкĕшет анчах. Тюрл. Пӳртсене вут хыпнă та, тĕлкĕшрĕç (быстро, ярко сгорели). Сам. 30. Хаяр револютси хĕрсе тĕлкĕшсе хĕн-хур тĕнчине кĕллентернĕ чухне чăваш ĕç çынни те часах вăй илсе: этем-çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. || Зудить, чесаться. СПВВ. ПВ. Тĕлкĕшет — после крапивы жжется. СПВВ. Хыçсассăн тĕлкĕшсе тăрать (зудит). О сохр. здор. Вăл чир (чесотка) ерсессĕн, малтанах пурне хушшисем кĕçĕтеççĕ; унтан вара пĕтĕм çан-çурăм тĕлкĕшсе кĕçĕте пуçлать. Ib. Унăн (у отравившегося спорыньею) пĕтĕм çан-çурăм тĕлкĕшсе суракан пулать. Букв. 1886. Вĕтсе чарăнчĕ те, манăн çан-çурăмсем тĕлкĕшеççĕ-çке. N. Питрен çуппăрĕ те, пит халь те тĕлкĕшет (горит). А.-п. й. 46. Кашкăрăн ахаль те вут-кăвар ĕнтнипе çурăмĕ тĕлкĕшсе ыратать.

тĕлтре

то же, что тĕлте. (См. тĕл). Сорм-Вар. Тĕвик-тĕвек текерлӳ, санăн йăву хăш тĕлтре? N. Ман тĕлтре кайăк килсе ларчĕ. Надо мною села птица. Эльбарус. Анчах йĕркипе ĕçлесе хăш ĕçне мĕлле тĕлтре ĕçлессине пĕлсе, çапах пĕтереççĕ. СПВВ. Тĕл; пĕр тĕлте = тĕлтре.

тĕм

кочка более на сухом месте, напр., на лугах. М. Етмен. Собр. Карти тĕм, карти айĕнче муклашки. (Хăяр). Т. VI. Загадки. Тĕм-тĕм тĕмеске, тивмесĕрех тивет-çке. (Куршанкă). || Куст. N. Тĕм-тĕм ӳсекен йĕплĕ çырлаллă йывăç. Собр. Тĕм хăвана тĕллесе пырас пулат, теççĕ. Подходя к таловому кусту, надо держать (оружие) ка прицеле. Лашм. Тĕм-тĕм хăва хыçĕнче вуникĕ ăсан йăви пур. БАБ. Çеçен хирте тĕм хăва, тĕм хăвара сакăр çерçи, пĕр карăш. (Присловье к чуклеме). ЧП. Пыраттăм-пыраттăм çулпала, тĕм-тĕм шĕшкĕ тĕл пултăм. N. Йывăç тĕмĕ, куст дерева. А.-п. й. 39. Пытанса вырт тĕм хушшине, тет ула-такка. N. Тĕмсем хушшинче тилĕ пытанса выртнă мĕн. ЧК. Умри кашни тĕме, сăрт тӳпине тĕплĕн тĕрĕслетпĕр. Юрк. † Тĕмĕн-тĕмĕн йĕплĕ хулă, темиçе çул ӳссен те вĕренене çитес çук. || Толст. Курăк тĕмĕ. N. Кашни курăк тĕмĕ, кашни йывăç тĕпĕ ӳсни вĕсене хĕпĕртеттерет. || Куча. N. Чул тĕми. СТИК. Кăткă тĕми, муравейник. || Группа. В. Олг. Çăка тĕмĕ, группа лип, выросших из одного корня. || Пяток (снопов). Н. Седяк. Вырнă кĕлтене икшер, виç-шер, пилĕкшер хураççĕ, çавна тĕм теççĕ. Сред. Юм. Тĕм — пять снопов, внизу два, на них два и сверху один. N. Тĕм тултар. Букв. Эпĕ хирте тырă вырса икĕ тĕм турăм. Хорачка. Тĕм — пилĕкшер кĕлте. С. Тим. Тĕм çине тĕм лартăр. (Из моленья). БАБ. Тĕм çине тĕм хума, çĕмел çине çĕмел хума пар. (Из моленья). Чув. прим. о пог. 330. Çĕнĕ çул каç çăлтăр çăра пулсан, пăрçа, мăйăр пулать, хирте тĕм çăра ларать. Если в ночь под новый год звезды часты, на поле будут частые пятки (снопов хлеба), горох, орех уродится. Арзад 1908. Тăваттăшĕ миçе тĕм урпа вырнă? || Пять ручонок. Мыслец. Шарбаш. Тĕммĕн-тĕммĕн сӳс тĕми, пĕр пĕрчĕкĕн суйласа хитре çурăм турăмăр. Тĕмлĕх, кустарник.

тĕме

(тэ̆мэ), бугор. Н. Карм. Янорс. Вара эпир пĕр тĕме çине улăхма пуçларамăр. N. Тури пай (луга) вă тĕмĕрех çĕрте те, тата пит пысăках та мар. Альш. Вăл тĕмере ăвăссем ӳсеççĕ. Ib. Аранçĕ тĕме пур унта (холм). Изамб. Т. Тĕме тĕллипе пирĕн ял курăнмас, ул ял тĕмере ларат. Сет-к. Атан çырми çил армансенчен леререх çам пак ик тĕме пур: пĕри пысăк, тепри пĕчĕк. Пысăккине мăн тĕме теççĕ (возвышение на ровной местности). || Курган. СТИК. || Возвышение. Орау. Пуçĕсем пĕр-пĕр тĕмерех вырăн çине ларса хура патаккине çантан утса яраççĕ (в игре). Эпир çур. çĕршыв 25. Етĕрне хули Сăрă шывĕ хĕринче, сулахай енче, тĕмерех вырăнта ларать. || Кочка. Стюх. Урамăрсем тĕме-тĕме, шуса килет пĕр çуна. || Бгтр. Алтатин конĕ тăмла йохса шăнса тĕме полсан, хăяр лайăх полать. || Яргуньк. Кайсан-кайсан вут тĕми варине çитсессĕн, çак вут çĕвĕç Хĕветĕре: эсĕ çак аршăн виçине пăрах, тесе каларĕ, тет. || Корень, пень. Собр. Пĕр тĕмере пилĕк шĕшкĕ. || Шишка. || Пяток (снопов). || Сред. Юм. Тĕме-кĕлле пĕчик ачасĕм кайăк тытма йортан копаласа тăваççĕ.

тĕмелентер

понуд. ф. от гл. тĕмелен. ТХКА 74. Купаланă тăпра пĕр пуçĕ путса аннă. Айккинчи тăприсене хырса анне çине тĕмелентерсе купаларăм. Хĕрес юпине тӳрлетсе таптаса лартрăм.

тĕмен

мир. Питушк. Тĕменте тĕрли пор. В мире все есть. П. Федот. Çитмене тĕмен çитмен. N. Тĕменре тĕрли пур. На свете есть разные вещи. (Пословица). Якейк. Тĕпсĕре тĕмен çитмен, салатакан çынна ним те çитмен. N. Тĕнче-тĕменте пулать мĕн те пулса. N. Эсĕ... тĕнчен тĕменне ним вырăнне хуман. N. Мана çак тĕнченĕн пĕтекен тĕменĕ хыççăн кайичченех ан пăрах. Чертаг. Тĕменĕпеле, во всем свете. Актай. Икçĕр утмăл вĕт кайăк, тĕменпеле пĕр кайăк. (Çăлтарпа уйăх). || Множество. N. Пĕлĕт алăкĕ уçăлнипе хăй илемне кăтартнă; çĕр те хăйĕн тĕмен мулне уçса панă. || Область.

тĕмеске

кочка. N. Тĕме, тĕмеке, тĕмеске, тĕмешке, кочка. Ст. Чек. Тĕмеске — йĕпе çĕрте сиксе тухнă çĕр. Сĕт-к. Тĕммĕн-тĕммĕн тĕмески, хора кăткăсам ерчĕç поль. N. † Пирн хăтайăн кил хошши тĕмеске те лопашка. || Бугор, возвышенность, холмик. БАБ. Пулат киремечĕ çинче пĕр тĕмеске пур. N. Тĕмеске çине вир акрăм, унăн вăрри халĕ те пур. N. Уйра тĕмескерех çĕртре юр хуралма пуçлать. N. Чупрăм чупрăм та пĕр тĕмеске хыçне кĕрсе выртрăм. || Курган. N. Авалхи вилнĕ çын çинчи çӳлĕ тĕмеске. ÇМ. Хирте пĕр тĕмеске пĕр пĕччен. || Трахома. Кăвак ялхах карсан каярахпа куç çине малтан сăрă тĕмеске пухăна пуçлать. || Муравейник. N. Виле кăткă тĕмески пек выртса пырать. || Кочкистый. Тайба Т. Тĕмеске çулсене тĕпретсе...

тĕмеске вырăн

бугор. Яргуньк. Пĕр Полуй тиекен тĕмеске вырăн.

тĕмле

попасть на глаза. Н. Карм. Çӳлĕ пĕр ту çинче тилĕ юртать, усал йыттăн куçне тĕмлесе.

тĕмсĕл

тосковать. Сĕт-к. Тĕмсĕлет. Баран. 10. Çуралнă çĕршывшăн тĕмсĕлни. N. Тĕмсĕлсе çитрĕç (солдаты в окопах). || Зариться. Абаш. † Ик кăвак куçăм, пĕр пуçăм тĕмсĕлет сарă ачана. Ст. Чек. Пирĕн çурт çине (СТИК çурта) тĕмсĕлет. Зарится на наш дом. СПВВ. АС. Пĕр япала курсан пасарта мĕнте пит илесшĕн тĕмсĕлет. Хурамал. Лайăх япала çине пурте тĕмсĕлсе пăхаççĕ (куçне илеймесĕр). N. Хĕрарăм илемĕ çине ан тĕмсĕл. И. С. Степ. Тĕмсĕлет — страстно желает. || Гореть желанием. Средн. Алг. Ут йăваланать йĕптăхне тăкасшăн, чун тĕмсĕлет тăвансене курасшăн. ЧП. Çамрăк кăна пуçăм, икĕ куçăм, тĕмсĕлеççĕ тăвана курасшăн. || Завидовать. СПВВ. Тăшмансем курччăр — тĕмсĕлччĕр, тăвансем курччăр — савăнччăр. Беседы на м. г. Çынна тĕмсĕлсе пăхаççĕ, çынсене хурлаççĕ. Симб. Вуниккĕн çăпати çине начар каччăсем тĕмсĕлсе пăхаççĕ. Ст. Чек. Ку япала çине тĕмсĕлсе пăхать, япалана илесшĕн тĕмсĕлет. Б. Олг. Маннă япалая тĕмсĕлем-ха, тет (ăша илем). || Смотреть пристально. N. Аран-аран йĕресрен чарăнса ун çине тĕмсĕлсе пăхса тăнă (на умирающего). || Соскучиться. Шибач. Порăнтăм порăнтăм та тĕмсĕлтĕм (соскучился).

тĕн

застыть, озябнуть. Çутт. 62. Пĕр шăтăкра хытă хуртсем тĕл пултăмăр! Кусем те çуркуннехинчен шутласан ыйхăпа тĕнсе ларнă пекех лараççĕ. СПВВ. Сурăх тĕнсе тăрат. Шел. 26. Тĕнсе, кӳтсе, шапарса... пырать сĕнксе Ессепе. Ст. Чек. Тĕннĕ — япăхнă. Орасам тĕнсе ларчĕç (от стояния). СТИК. Тĕннĕ, озяб (говорят детям). Ib. Наяна тĕннĕ. Совсем изленился, не может приняться за труд, чувствует какую-то истому, из которой не может выйти. Сходство между озябшим и лентяем следующее: озябший как-то скорчивается, жмется, лентяй тоже жмется в своей лени, не хочет выйти на свежий воздух. См. ĕç кутне. Сред. Юм. Тĕннĕ — говорят, когда озябший человек принимает синеватый цвет. НИП. Тĕн, обморозиться (о руках). Стюх. Тĕннĕ, бесчувственный. КС. Ӳсĕрскер пасартан тавăрнашшăн пĕр анкарти çумне выртнă та çавăнтах тĕннĕ. (Тĕн, притти в бесчувственное состояние). N. Пирĕн ялта начар çынна: эй тĕннĕ чăхă, теççĕ. N. Тĕннĕ! çывăрса çӳретĕн. || Орау. Сурăхсен çăмĕсем тĕннĕ — каснă хыççăн ӳсме тытăннă. Ib. Сурăхсен çăнне иртнĕ ернере касса ятăм та, халĕ тĕне пуçланă (= ӳсе пуçланă, çăмĕ тапраннă).

тĕнĕ

дьшовое окно в стене. Зап. ВНО. Тĕнĕ, отверстие с задвижкой в стене выше печи (в курных избах); открывалось во время топки для дыма, а после топки, если в избе замечался угар. N. Тĕнĕрен тухан кăвак тĕтĕм, çӳле каять, пĕлĕт пулать. Питушк. Тĕкĕ уç-ха. Лашм. Чӳречĕрсем çинче салат турăм, тĕнĕ тулашĕнче типĕтрĕм; мăйăр хуппи çинче пылантартăм, икел хуппи çинче йӳçĕтрĕм. N. Тĕнĕ — алăк çинче çӳлте тĕтĕм кайма; кăмака умĕнче, тĕтĕм кайма, пĕрене касса шăтăк тунă. Ск. и пред. чув. 76. Çутă кӳртмест нимĕн те тĕнĕ пек çеç чӳрече. А.-п. й. 4. Тĕнĕрен тĕртрĕм те — кĕчĕ кайрĕ. Изванк. Унтан вара тĕнесене, вилнĕ çынсем ан пăхчăр тесе, ялта миçе ват çын вилнĕ, çавсене пурне те асăнса, унтан ан пăхăр, луччă алăкпа кĕрĕр тесе хупса питĕрсе лартрĕç. Хунă вăхăтра вилнĕ çын кĕлеткен курăнса тĕнĕрен пăхать те, ăна чĕрĕ çын курсан вилет тетчĕç, çавăнпа тĕнĕсене питĕрсе лартатчĕç. (Поминки). Чăвашсем 33. Çав пумилккене вилнĕ çынсем пит нумай пыраççĕ, терĕ. Ăна хăмăт виттĕр тĕнĕрен пăхсан, вăсем пурте курăнаççĕ, терĕ. Чураль-к. Ай пусăк пичи, пусăк пичи, алăкран аллă тапрăм, тĕнĕрен тăххăр тапрăм, лăпăрлă карчăк çите килет, çӳхеме те çисе ячĕ, такмакăма та çисе ячĕ, хама та çисе ярать. Баран. 8З. Пӳртĕн пĕр енчен çĕрпе тан туса тĕтĕм кайма тĕнĕ каснă. Ib. Тĕннин çӳлĕшĕ пĕр аршăн, вăл уçăлать те, хупăнать те. Сала 144. Ку пуртă илет те, тĕнĕ туса парать. СПВВ. МС. Тĕнĕ — кăмака çинчи сĕрĕм тухмалли шăтăк. СПВВ. ЕХ. Тĕнĕ — хура пӳртĕн стенине тĕтĕм тухмашкăн шăтарни. СПВВ. ФВ. Тĕнĕ — пӳрте стенана шăтарса пĕчик шăтăк тăваççĕ: вăт хутса çунтарсан сĕрĕм тухтăр тесе ăна уçса пăрахаççĕ. ЩС. Тĕнĕ — слуховое окно в черных избах. Изамб. Т. Ашшĕ-амăшĕ хăй килĕнчен кайнă чухне хăйĕн ачисене çапла каласа хăварат: астăвăр! килтен ниçта та ан кайăр; каç пулсан тула пĕччен и тухăр. Тĕнĕре калаçни илтĕнсен турчăкапа чышса çапла калăр: кунтан вăталăх тетесе кайрĕçĕ, çавăнта кайăр, кунта çук. Сред. Юм. Тĕнĕ или кошак чӳречи — алăк панчи пĕчик шăтăка калаççĕ. N. Тĕнĕ — вентилятор. СПВВ. ПВ. Тĕнĕ — форточка. || Дымовая труба. Баран. 17. Темиçе сукмак тăвать, темиçе тĕнĕ кăларать.

тĕнкĕлтет

издавать звук „тĕнкĕл“. Кума-к. Хура лаша вырăнчен те туртса тапратаймарĕ, тет. Çав вăрмантах пĕр хура шăна тĕнкĕлтетсе çӳретчĕ, тет. Çавна кӳлсе ятăм та, çав хура шăна киле туртса çитерчĕ, тет.

тĕнче

мир, свет, вселенная. Баран. 243. Мĕн пур типĕ çĕре пилĕк пая уйăраççĕ. Вĕсене тĕнче пайĕсем теççĕ. Качал. Сан пакки хитри тĕнчипа та çук. Ск. и пред. чув. 83. Ӳсĕр кĕрӳ пуçĕнче тĕнче вăр-вăр çаврăнать. N. Тĕнче-çанталăк, çут çанталăк. N. Тĕнче = çут тĕнче. КВИ. Алă çемçе, тĕнчере унтан çемçи ним те çук. Мягка рука своя для всех, пышней ее на свете нет. А.-п. й. 18. Вăл икĕ ураллă этем, çакă вăрманăн хуçи, унтан асли, унтан вăйли тĕнчере урăх никам та çук,-тет упи. Ib. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? — тет. Вара тĕнче тăрăх ухмах шырама тухса каять. Ib. 67. Унтан старик аптранипе: тĕнчере ухмах татах нумай пуль тесе, килне таврăнчĕ, тет. ГФФ. † Эй, пирн йор! Пирн йор пекки тĕнчере те полас çок. Ах, песня наша! Такой песни нет во всем мире! N. † Вăрманта йăвăç пит нумай, юман йăвăç паллăрах. Тĕнчере влаç пит нумай, совет влаçĕ вăйлăрах. N. Советсен Хĕрлĕ çарне тĕнчипеле мухтаççĕ. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, хаяр аслати капланса килет. Кĕмсĕртет, кисрет, тĕнчене чĕтрет, патша тĕрмине аркатса тĕпрет. Ib. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Ib. Чĕрене кĕрсе вырнаçнă хыççăнах уйăрчĕç-çке пире иксĕмĕре çак тĕнчери тискер этемсем... Ст. Чек. Тĕнчене евкелĕ пулчĕ: тĕнчене пĕлмелле пулчĕ = тĕнчене сарăлчĕ (мĕн çинчен те пусан). N. Тĕнче капла çаврăнать иккен. N. Тĕнчипах йăтăнсанчĕ, тийăн. БАБ. Пăсташ тасатакан хамăр патрах килсе кĕчĕ. Пĕркун тĕнче тăрăх (повсюду) икĕ эрне шыраса та тупаймарăмăр (такого человека). Никит. Тăта хăшĕ-хăшĕ тĕнче вĕçне çитрĕмĕр пуль тесе хăраса чĕтресе çеç лараççĕ (в засуху). Полтава 72. Тĕнче сасси мĕскĕне илтĕнмесĕр юлас çук. П. Пинер. Ухмаха тĕнче тикĕс. (Послов.). Коракыш. Пĕр тĕнче пĕтет, тепĕр тĕнче тухать. (Кунпа каç). СТИК. Эх, тĕнче такки мунча сакки! Альш. Тен çапла лара-лара кайнă ĕнтĕ вăл тĕнче (расселились). Ib. Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать: тĕнчисене тикĕс тивет-ши? Тайба-Т. Çак килте камсем пур, тĕнчене тухса çӳренĕ çынсем пур (бывалые люди). N. Топ сассипе тĕнче çĕмĕрлет. N. Тĕнче çĕмĕрĕлсе çеç тăрать. ГТТ. Тĕнчене урлă турттараççĕ. || Орау. Юр та ирĕле пуçларĕ, кураксем те килчĕç, тĕнче киле пуçларĕ ачăсене валли, ак кĕç çула пулать. || НИП. Питĕ хĕвел хытă хĕртнĕ чухне тĕнче выляса тăрат, теççĕ (е: вăрмансем выляса тăнă пек курăнат, теççĕ. || N. Тĕнчене куртăмăр. Всего испытали. || Альш. Тĕнче вăл хăмăшлăхсенче! Раздолье... || Изамб. Т. Епле, туйра тĕнче тапрăра? || Чудак. СТИК. Тĕнче! Эс кăна мар вĕт çын, ыттисен те ачисем саннĕ пекех салтака каяççĕ. Удивительное дело, чай не у одного тебя берут детей в солдаты. || Сред. Юм. Эй тĕнче порнатпăр-ха порнăçа. М. Васильев. Ак мăскара, ак тĕнче! ак тин телей тор парать. N. Тĕнче вĕт! || Общество. КВИ. Анчах вăйлă этем те хăй тĕнчине пăхйнать.

леш тĕнче

„тот свет“, „загробная жизнь“. Аттик. Кӳрĕшрен мĕнтен япала кивçен илсен виллисем те леш тĕнчере кивçен япала илсе парăмланса пурăнат, теççĕ. Ст. Чек. И мăнтарăн çут тĕнчи, пĕр уйăх та пĕр хĕвел, пĕртех пулсан çутă-çке. И мăнтарăн леш тĕнчи, çич уйăх та çич хĕвел, çиччĕ пулсан та çути çук. (Масар пуçлăхĕ юрри). См. леш тĕнче (вып. VШ, стр. 83).

çутă тĕнче

çут тĕнче, то же, что тĕнче. N. Çут тĕнче = тĕнче. КВИ. Çакă çутă тĕнчере вăйли те çук этемрен. Ib. Çут тĕнчере çĕр мăнтăр, унтан мăнтăр ним те çук. Жирней на свете лишь земля, жирней ее на свете нет. ÇМ. Çут тĕнчере кам телейĕ çĕре ӳксе юлнă. И. Тукт. † Хăрантсуски кĕпе, пурçăн читтĕк, курсан курăп пуянсем çийĕнче. Юсăнăп-юсăнмăп тесе ан калăр, юсантарать иккен çут тĕнче... (Ĕлĕкхи юрă). Альш. Пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иккĕ мар, çутăях та тĕнче виççĕ мар. N. Хĕрлĕ хĕрсем хушшинче чи илемли Варуççи, çут тĕнчере пĕр тĕнче. || Назв. божества у язычников чуваш. См. çут-тĕнче (вып. ХII, стр. 282).

тĕп

частица образов. формы превосходной степени. N. Арпус çап-çаврака пулсан та, ун çинче ларакан шăнана вăл тĕп тӳрем пек курăнать пулĕ, тет. Чув. календ. 1911. Çурçĕр енчи, тĕп çурçĕр енчи чи сивĕ вырăна çурçĕрти полюс теççĕ. Кан. Çырмисенче пулă алăпах тытмалла, çĕрĕ тĕп тикĕс, хура тăпраллă. Стюх. Тĕп тĕмеске. Юрк. Пакку çинчен тĕп тĕрĕс пĕлтĕм (точно узнал). Толст. Пĕр кĕрепенке тĕп тĕрĕс касса ил. Орау. Тĕп тĕрĕс, как раз. Изамб. Т. Укçана шутласа пăхрăм та, тĕп тĕрĕс (все целы). Юрк. Çăварĕнчи шăлĕсем пурте тĕп тĕрĕс пулнă. Ал. цв. 28. Çак пурне те хăратса тăракан тискер сăнăмпа эпĕ ĕнтĕ тĕп тĕрĕс вăтăр çул пурăнтăм. Якейк. Текерлӳ çăмарти тĕп тĕрлĕ. Ib. Тоттăра тĕп тĕрлĕ шăтарнă. Ib. Уйăра тĕп тĕп-тĕрлĕ кĕтӳ çӳрет. В. Олг. Тĕп тĕрлĕ йĕм. Панклеи. Кайăк тытас килет-и сан, çав чăршă тăрнче вакша тем чохлех, тет. Кайса пăххăрм та, чăнах вакша тĕп тĕрлĕ йывăç тăрнче. КС. Пăшал паллине тĕп тĕрлех тунă (тивнĕ, много дробин попало). N. Пĕрик эрне хушшинче уя тĕп тĕрлĕ çĕмел лартаççĕ. Paas. Тĕп тĕттĕм, совсем темный. N. Çанталăк тĕп тĕттĕм пулчĕ тăчĕ. || Совершенно, окончательно. Собр. Тарçа-тĕрçе шанакан хăрах куçсăр пулнă; ывăла-хĕре шанакан тĕп куçсăр пулнă, терĕ. Б. Хирлепы. Тарçа шаннă, хăрах куçсăр пулнă тет, улне-хĕрне шаннă, тĕп куçсăр пулнă тет, терĕ. Трахома. Çапла чир ик-виç çулта çынна тĕп суккăрах туса лартать. N. Тĕп суккăрри пулмасан, куçĕсем пăсăлса çӳрекенсем те пулин пур, тет. N. Халăха кирлине тĕп татса çырайман.

тĕп

дно. N. Катка тĕпĕ, дно кадки. Утăм. Тĕпĕ (реки) курăнса выртать, çав тĕрлĕ тăрă. Образцы 51. † Шурă Атăл çинче шур кăвакал, чăмсассăн та тĕпне çитеймест. Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. ÇМ. Сип-симĕс улăх урлă тĕпсĕр сив çăлкуç уйсем çине сапать шывне. Торп-к. Пĕве тĕп (шу тĕп) хăпарсан йĕпе пулать, теççĕ. Сред. Юм. Пос тĕпĕнче хор вылять. (Отражение в колодце движения облаков). N. Пус тĕпне кĕмĕл çĕрĕ ятăм. (çăлтăр). ЧС. Тĕпнелле пăхсан, тĕпĕ те курăнмасть (у оврага). А.-п. й. 37. Шăтăк тĕпĕнче тилĕ вĕткеленнине йăвăç тăрринче ларакан ула-такка курчĕ. Изванк. Курка тĕпĕ курăничченех ĕçмесен, лайăх мар теççĕ. Собр. † Ĕçсем, кукка, куркуна: курка тĕпне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Шишкин. Инке стаккань çут стаккан, çивче сахăр çок, çампа тĕп ĕçместĕп. Шемшер. Йыснан черки çут черки, çутă тейиса ытла тĕпех ĕçес мар. || Подонки. ГФФ. † Пирĕн аттейĕн хытти пор, четвĕрт тĕппе ыр полчĕ. Скуповат наш батюшка — прослыл хлебосолом, поставивши гостям подонки, оставшиеся на дне четверти. || Остатки. ГФФ. † Пирĕн аннен те хытти пор, кокăль тĕппех ыр полчĕ. Скуповата наша матушка — прослыла гостеприимной, поставивши гостям остатки пирога. А.-п. й. 54. Кĕлете кай та ырçа тĕпĕнчи çăнăха пуçтарса килсе пĕр пĕчĕк йăва пĕçерсе пар-ха,— тет. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлать, пурне те тĕп тăваканни илет. N. Олăм тĕп, остатки початого стога. Изван. Кайин-кайин кайи-ке, улах апач çитермер, çитересси çитерч те, çатма тĕпне çитерч. || Огарок. М. Сунчел. Çав çуртасем çуна çуна пĕтсен, вĕсен тĕпĕсене икерчĕпе чĕркесе, таткаласа хывнă çĕре пăрахаççĕ. || Окурок. Капк. Кулачăран (из белого хлеба) пирус тĕпĕ тухнă. || Центральный, основной. N. Тĕп Комитет, Центральный Комитет. Кан. Хĕрарăмсене çутта кăларасси пирĕн тĕп ĕç пулса тăрать. Эпир çур. çĕршыв 17. Пирĕн ялти халăхăн тĕп ĕçĕ тырă акса тăвас ĕç. Сборн. по мед. Пырне касса шăтарнă хыççăн вилсен, вăл каснипе вилмест, хăйĕн тĕп чирĕ пит йăвăррипе вилет. || Основание. Изамб. Т. Тĕпĕнчен выраканнисен ытларах та ларать. N. Усал суранпа пĕçĕм тĕпĕсем ыратса вут пек çунса тăраççĕ. || Причина, основание. N. Апла выçлăх тĕп мĕнтен пулнине шухăшласа илеймеççĕ. || Корни. Кĕвĕсем. Лартрăм тĕрлĕ йăвăçсем, тĕпĕсене сапрăм таса шыв. Баран. 55. Йывăç тĕпне (у корня) вут чĕрте пуçланă. К.-Кушки. Ялан улăх тăрăх çӳрес мар, ухлĕм ути тĕпне çĕртес мар. N. Кашни тĕпĕнче 2—3 хунав анчах пулать. || Коренной. СПВВ. Сред. Юм. Халь она Маççи теççĕ, тĕп ячĕ он Ваççа ятлă. Чăв.-к. Хапхаран тухрăм тайăлтăм, тĕп тантăшсенчен уйăрлтăм. || Коренник. Т. IV. Вара ăна тĕпне кӳлеççĕ. (Запрягают в корень). || Отцовский дом. Юрк. Тĕпе аслă ывăлĕпе чи кĕçĕн ачи Çумаркки анчах юлать. Собр. Ах аттеçĕм-аннеçĕм, эп килетĕп çак киле атте-анне тĕпне шыраса. Рак. Тĕпе карĕ. Пошел в дом, откуда выделился. Альш. Тĕпе Çтаппан ятли юлнă. Вил йăли. Пĕр-пĕр килĕрен уйăрăлса тухнисем малтан тĕп çурта кайса тĕпри вилнĕ çынсене хываççĕ. Бугур. Пирĕн аппана илекен тĕпрен мулĕ тапранĕ. || Место прежнего жительства. N. Тĕпрен килнĕ. || Родина. N. Пирĕн тĕрĕк çыннисенĕн чăн тĕпĕ, çуралнă çĕрĕ-шывĕсем чи малтан авалхи саманасенче Çипирте Алтай тăвĕ таврашĕнче пулнă. || Род. Ст. Чек. Чăвашсемпе тутарсем пĕр тĕпрен тухнă. || Внутри. N. Тĕпре ларса пыр, ехать, сидя внутри экипажа (не на козлах). Якейк. Пынă чохне вăл ямшăкра ларчĕ, эпĕ тĕпĕнче лартăм (внутри экипажа). N. Хăй ларчĕ тĕпне, а начар салтакне ларчăк çине. С. Айб. Тирпеленсе çитсессĕн, патша ывăлĕпе арăмĕ тĕпе кĕрсе ларчĕç, тет, таркăнĕ кучăр вырăнне ларчĕ, тет. || Полтава. 117. Шухăш тĕпне Мазепа путса ларнă пĕтĕмпе. || Куст. Альш. Акă хайхисем пĕр пысăк шĕшкĕ тĕпĕ патне çитрĕç тет те, шĕшкĕ тĕпне çĕклесе çавăн айне кĕрех кайрĕç, тет. Собр. Карта-карта килет хуркайăк, каять хăмăш тĕпне шыраса. N. Хура та çĕлен ача пуçлă, çӳрет-çке хăмăш тĕпĕнче. Сала 123. Кĕтĕм вăрман ăшшĕне, лартăм курăк тĕп çинче. || N. Вунă тĕп юман N. Йывăç: пĕр çĕр тĕп хăмла çырли, крыжовник тавăраш аллă тĕп. Толст. Икĕçĕр тĕпрен тăххăр анчах юлчĕ (яблони). N. Вăтăр тĕп кавăн. Альш. Хурлăхансем вĕсем пĕчĕкçĕ тĕпре ӳсеççĕ. Чув. календ. Çамрăк тĕпсене йăрансем туса лартаççĕ. || Ствол, комель дерева. Пазух. 22. † Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? Лашм. Улма йывăç тĕпĕ ай сап-сарă. Юрк. Чăршăсем хĕрри хурлăханлăх, тăрринчен хурлăхан татар-и, тĕпĕнчен чăпăк тăвар-и? Пазух. 22. † Ту питĕнче чиелĕх, çинчен чие суйлар-и те, тĕпне çатан авар-и? Собр. Чӳрече кутне хурăн лартрăм, тĕпшĕн мар, çулçишĕн. Микушк. Хăпартăм та çӳлĕ ту çине, лартăм кукăр хурăн тĕпĕ çине. Юрк. Çӳлĕ ту çинче виçĕ хурăн, тăррисене кассан тĕпĕ ӳсет. || Стебель. N. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелле пултăр, тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр. К.-Кушки. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Н. Байгул. Хумăш тĕпĕ шывлансан пирĕн макрасси çавăнтан паллă. Пазух. 22. † Парлак çинче çырлалăх, çинчен çырла суйлар-и те, тĕпне утă тăвар-и? || Пень. Кĕвĕсем. Лартăм хурăн тĕп çине хурăн çырли пиçиччен. Альш. Хура-хура кăткăсем хурама тĕпне сырса илнĕ. || Подошва. К.-Кушки. Ха, ачу çăпатине тĕпĕнчен сырасшăн (хочет надеть лапти вверх подошвами). Тим. Шурă рамановски кăçатă тăхăнас çук, тăхăнсан та тĕпне тивертес çук. || Панклеи. Шу орлă каçнă чох пуç çине ĕçлĕк тĕпне хорса каç (платок с навороженным). Сятра. Усал укçа илсе тухрĕ, тет те, ĕçлĕк ăшне ярчĕ, тет те, тĕпĕ те çĕтмерĕ, тет (тĕпне сарăлмарĕ). || Якейк. Пире коккăль памасан, кăмаки тĕп çыпăçтăр. || С. Алг. Юпа тĕпне (на кладбище) укçа яратчĕç тăванĕсем, пĕр пус параканĕ çĕр тенкĕ паратăп, тетчĕ. N. Юпи тĕпне пĕр пус укçа алтса хăвараççĕ. || Кильд. Хапхăр тĕпне шăлмастăр, курăк шăтса тухас пек (готова вырасти). К.-Кушки. Ан пыр, каччă, хапха тĕпне, хăма ӳкĕ пуç çине.

тĕпĕн

то же, что халлĕн. О сохр. здор. Акă эпир сăнаса пăхма пĕр кĕрепенке аш илер-ха, вăл хăй тĕпĕнех çынна çитет-и?

тĕпле

вставлять дно (в ведра, в кадки). Изамб. Т. Витре тĕплеççĕ. Сет-к. Витре тĕплемелли пор-и? || В перен. смыс. N. Унтан кĕчĕç пӳртелле пичке тĕпне тĕплеме. || Делать чищобу, корчевать. Изамб. Т. Вăрман тĕплеççĕ. О Японии. Вăрман тĕплесе, лачакасене, шурлăхсеке типĕтсе çĕр тăваççĕ. Календ. 1907. Ĕçлеме юрăхлă çĕр тупас тесен, çав вăрмана малтан тĕплес пулать. Хурамал. Тĕплес-вăрмана тымарри мĕнĕпех çаратса илес. Сред. Юм. Тĕп тĕплеме ломсăр, вăрăм авăрлă портăсăр ан та кай, порĕ пĕр тĕплейрес çôк. || Обшить (тесом). Орау. Кĕлет пуçне хăмапа тĕпленĕ. Чертаг. Пӳрт çамкине тĕпленĕ. || Расследовать (дело); допрашивать; исследовать. КС. Лайăх тĕпле. Хорошенько расследуй дело (напр., во время кражи). N. Комиссия çĕр нушине тĕплемелле пулнă. Хорачка. Тĕплесе ит, разузнать. N. Пурне те тĕплесе çырса илчĕç. N. Лайăхрах тĕплесе çыр. || Основательно. N. Чăваш историне тĕплесе çырас пулсан, авалхи кĕнекесене нумай вуласа тухас пулать. N. Пит тĕплесе çырнă. N. Малалла тĕплесе каласа парăпăр. N. Пит ăслă, ĕçе лайăх тĕплесе тăвакан çын. || Аккуратно. N. Симун кантуртан таса укçан- вăтăр тенкĕ илчĕ. Лайăх кăна тĕплесе чикет те чуптарать килелле. || Назв, игры в козны, когда козны ставятся поперек того направления, в котором бьют. См. мĕтеçле. Изамб. Т. Мĕтеçле тĕпле вылянă чухне малтан сахисене мĕтеçсем патĕнчен пурте пĕр енне ытаççĕ, камăн сахи мĕтеçсене çывăх, ул тĕп тăват (говорит: манăн тĕп!), ыттисем сахи вырăнĕсенчен мĕтеçсене переççĕ, миçе мĕтеç юлат, пурне те тĕп тăваканни илет.

тĕплен

установиться. N. Анчах унăн, çамрăкскерĕн, шухăшĕсем ун чухне йăлтах тĕпленсе çитеймен. Пир. Ял. Райкка (Ерне) ролĕ тĕпленсех çитмен. || Пропасть, исчезнуть. КС. Тĕплен, чтоб пропал. Ib. Тĕпленмен куçу-пуçупа (жалуется на свои глаза). || Разориться. НИП. Тĕпе юлни; тĕпленнĕ (= çаралнă), уйрăлса тухни тĕкленнĕ (= пуйнă). || Умереть. Юрк. Тĕпленнĕ япала (брань). КС. Вăлсен кил ăшчиккинче пĕр çын та юлман, йăлтах тĕпленнĕ.

тĕплĕ йĕркеллĕ

обстоятельно. Альш. Хăйсем тĕплех-йĕркеллех калаççĕ пек, анчах темиçе çын çăварĕнчен пĕр чĕрене тивмеллех сăмах пек тухать (в песнях погог о недостатках других).

тĕппи

до дна. Беседа. Тĕппи ĕçсе ырă кун çул кураймăн. БАБ. Ку пĕр витре шыва тĕппиех туса ячĕ, тет.

тĕппипе

до дна. Кив-Ял. Пачĕç эрех куркапа, астивсе пăх терĕçĕ, савни каялла килсессĕн, тĕппипе ĕçĕттĕм терĕм. Изванк. Тĕппипе ĕçсе яричченех. Юрк. Çук, умлă-хыçлă пĕр канмасăр пĕр-ик тапхăр тĕппипе ĕçнĕ хыççăн, пăртак çăкăр татăкĕ çисе пăхмасан, виççĕмĕшне эпĕ ниепле те ĕçейместĕп, тет. Якейк. Ытла тĕппипех ĕçес мар, хамăра намăс кӳрес мар. || До основания, совершенно. N. Эпир вĕсене тĕппипех пĕтерĕпĕр тесе каларĕ. || Подробно. КС. Ни пушарĕ çинчен çырман, ни ху хăрани çинчен тĕппиперех çырман. || Точно. N. Çапла ĕнтĕ вăрçă пулассине халĕ никам та тĕппипе пĕлеймест.

тĕппĕн

до основания, окончательно. Сам. Н. Ун тĕнчине ак тĕппĕн аркатап. Кан. Пĕрлешер те тĕппĕн аркатар (межи и пр.). N. Ĕçĕ тĕппĕн уçăлсан, когда дело выяснится окончательно. || Все дно. Абаш. † Манăн çинчи шор чаршав та, манăн çинчи шор чаршав, Атăл тĕппĕн çавăрăнтăр, Атăл çине витьĕнтĕр. || Икково. Çанталăк тĕппĕн çавăрнать. || (Он сам) по себе. О сохр. здор. 47. Акă ĕнтĕ халĕ эпир сăнаса пăхма пĕр кĕрепенке аш илер-ха, вăл хăй тĕппĕнех çынна çитет-и?

тĕпек

возвышенное место или возвышенность, происходит от слова тӳпе, верх или вершина. Рекеев. См. тӳпек. СПВВ. Икĕ йĕкĕт ут çулаççĕ, ян яраççĕ миллай тĕпеке. ЧП. Икĕ те йĕкĕт утă çулать, çутăлтарать миллай тĕпеке. Лашм. Икĕ кĕрен ут, пĕр çӳрен ут хăваласа пымасть тĕпеке. N. Икĕ кĕрен пĕр çӳрен, хăваласа пымаст тĕпеке (умлă хыçлă). Макка 91°. Ял тĕпекĕнчи урам. СПВВ. ЕХ. Тĕпек тесе çырман пуçланнă çĕрне калаççĕ. || Поляна. Хурамал. Тавралла вăрман пулсан, вăрман хушшинче уçланкă пулсан, çав уçланка тĕпек теççĕ. || Часть поля, вдающаяся в лес; при этом углы (мысы) леса, образующиеся по обеим сторонам „тĕпек“ при соединении его с полем, назыв. ката. НИП. || Назв. поля около К.-Кушки.

тĕпел

передняя часть избы, угол перед печкой. Шорк. Тĕпел вăл хĕрарăм кукри. СТИК. Тĕпел называется передний правый угол избы. Там обыкновенно ставят разную посудину. Тĕпел обыкновенно загораживается голландкой. N. Унтан тăраççĕ те, кĕрӳ сĕтел хушшине минтер çине пырса ларать, хĕр тĕпеле сĕтел хушшинех, минтер çине кайса ларать. Шурăм-п. Сарлака сакран тур кĕтессинелле сак. Унтан тĕпелелле каллех сак. N. Ирт тĕпеле, лар алăк патне. (Шутка). Ау 384. Тĕпелерех кил, алăк патне лар. (Поговорка). Вомбу-к. Тĕпел тесе кăмак омĕнчи кокăра каланă. N. Тĕпел – кăмака умĕ. N. Арçынсене туйра кĕрекене, хĕрарăмсене тĕпеле лартаççĕ. N. Асанне тĕпелте йăва пĕçерет. Менча Ч. Эй, ырă чӳклемем, сана çунатлă хурăмпа, пиçнĕ хурçăмпа, ырă туррăм, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр, тĕпеле кин парăсăнччĕ, тет; алăк патне кĕрӳ парăсăнччĕ, тет. Алăк панчен пăхсан тĕпеле вăтанмалла тумăсăнччĕ, тет; тĕпелтен пăхсан, алăк панче вăтанмалла тумăсăнччĕ, тет, ырă туррăм, çырлаха пар, амин. (Из древнего моленья чӳклеме). Б. Олг. Иртсем тĕпелерех, маларах (ближе вперед). Пшкрт. Тĕпелелле иртех. (чужому). Юрк. Тĕпелелле иртсе ларăр. Ib. Тĕпелелле те, алăк патнелле те чупкала пуçлать. Алших. Пĕр пысăк çын кĕнĕ, тет те, тĕпеле пырса ларнă тет. Пшкрт. Тĕпеле икĕ кĕтессине икĕ сĕтел лартаççĕ (в шилике). Ачач 49. Ирт тĕпеле. Ак, чей тултарса парам сана. || М. Сунчел. Ăрама тухсан нуммай та тăмарăмăр, тĕпел енчен хапха енелле шăнкравпа шăнкăртаттарса, юрласа иртсе кайнине куртăмăр. Вăл çынсем вăрмана юпа касма каяç иккен. (Петĕрпе Мĕкĕте юпи).

тĕпел сыпăк

передняя часть избы. Чув. Сорм. Кунтан эпир кайсассăн, тĕпел сыпăк пушă юлмĕ-ши? См. сыпăк. Тĕпел çынни, так называют женщину, как стряпуху. Ст. Чек. N. Хĕрарăма тĕпел çынни теççĕ, вăл тĕпелте яшка-çăкăр пĕçернĕрен. N. Эпĕ, тĕпел çынни, ăçта кайăп, ахаль те хĕрарăмран та хам кăна килте. N. Пĕр пĕчĕкçĕ кăна тĕпел çынни илсе ятăмăр халь.

тĕпĕр

подраж. топанью ног, стуку шагов. В. Олг. Орине тĕпĕр, тĕпĕр, тĕпĕр тапкалат (салтак). Стучит ногою. Б. Олг. Парапан çапнă чох тĕпĕр-тĕпĕр-тĕпĕр, тĕп-тĕп-тĕп, тет. ЧП. Тĕпĕр-тĕпĕр кайрăмăр, тĕп вăрмана çитрĕмĕр. Мижули. Тата пăртак выртсассăн тепĕр хут тĕпĕр-тĕпĕр тесе карăç. ТХКА 49. Тĕпĕр-тĕпĕр тĕпĕртетсе пыраççĕ. Абыз. Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, ланкашкана кĕрех каять. (Кăвар кăларни). N. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, нӳхреп сăрине пĕтерет. Яргуньк. Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, хура лутра хĕр килет (едет со стуком, но без звона, плохо). Янтик. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пирĕн тетене вăй килет. Пазух. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, тухăр пăхăр кам килет. Лашм. † Тĕпĕр те тепĕр ут килет, тухăр та пăхăр кам килет. Шел. 60. Тĕпĕр-тĕпĕр ут ури пĕр-пĕринчен иртеççĕ. || Подр. легко рассыпающемуся предмету.

тĕпĕр-тепĕр

подраж. неодинаковому топанью ног. Альш. Тĕпĕр-тепĕр туса илчĕç те, сассисем те пĕтрĕ (побегали и смолкли). СТИК. Лăпкă тăнă çĕртенех пӳртри ачасем пĕр вăхăтра тĕпĕр-тепĕр туса илчĕç (= тĕпĕртетсе илчĕç). Халапсем 21. Ыттисем тĕпĕр-тепĕр улăхса кайса пăхаççĕ те, хай унта ларакан çынна кăпăр-капăр çĕре сĕтĕрсе антарса пĕтĕмпе таткаласа пăрахаççĕ, тет.

тĕнренчĕк

крошка. N. Эп паян пĕр тĕпренчĕк те çимен. N. Ачана, пĕр тĕпренчĕкме, аван усра. КАХ. Сана аслă кĕлĕ килĕшпе, ачам-пăчампа пуççапатăп, пирĕн тăват тĕпренчĕк татăк анчах, чипер усра, çăмăллăх пар, тет. (Килте миçе ача, çавăн чухлĕ тĕпренчĕк татĕк калаççĕ). (Моление киремети „пит шури“ в тайăн сăра). || Соска. Календ. Чĕчĕ ĕмекен ачана ĕмкĕçсĕр йĕрет пулсан реçинăран тунă пушă тĕпренчĕк пулать.

тĕпчĕк

(тэ̆пц’э̆к), последыш. Городище. Тĕпчĕк – шăпа тытсан, тĕпе тухнине калаççĕ. К.-Кушки. Чăн тĕпчĕкне юлнă. Остался в поле последним (когда все ушли с работы). ТХКА II. Карчăкпа иксĕмĕрех, иккĕнех киле, тĕпчĕке юлтăмăр çав. СПВВ. ЕХ. Тĕпчĕк – пуринчен кĕçĕнни. СПВВ. ТМ. Тĕпчĕк = чăн кайран çуралнă ача. N. Юлашки, тĕпчĕк, кайран çуралнă ача. Якур манăн тĕпчĕкĕм. || Сред. Юм. Пĕр çыннăн виç-тăват ывăл полсан, кĕçнине, тĕпе юлаканнине – тĕпчĕк тесе калаççĕ. Ib. Тĕпчĕк тесе ик-виç ывăллă çыннăн кĕçĕн ывăлне калаççĕ.

тĕрлет

шуметь. N. Пĕр ушкăн сала кайăк тĕрлетсе вĕçсе хăпарса карĕç. Сам. 19. Кĕрĕт çумпе тĕрлетсе юр тусанĕ шăлăнать. Б. Олг. Аçатат, тĕрлетет, хытă аçатрĕ. Çутт. 2З. Тĕрлетсе, çапăçса, усал сăмахсем каласа çуйăхса çӳремелле мар. || Топать ногами. Сред. Юм. Мĕн тĕрлететĕр эсир онта. (Говорят играющим детям, когда они шархают, топают и кричат). || Ехать быстро (поднимая пыль). Хорачка. Тĕрлетсе карĕ виç лашапа (мăкăрлантарса). || Б. Олг. Олăм çонса карĕ тĕрлетсех, тет, тĕр-тĕр-тĕр çонса карĕ.

тĕрлеттер

понуд. ф. от гл. тĕрлет. ЧС. Хам ĕнтĕ юман патĕнчен тырă вырма мĕне иртсе кайнă чухне юри лаша çаптарса кăшкăрса тĕрлеттерсе иртсе каятăп. Çутт. 77. Вĕсенчен çилтăман тĕрлеттерсех вĕрет. || Пылить. Завражн. Çутт. 31. Урайне тип шăпăрпа тусан тĕрлеттерсе шăлать. КС. Тĕрлеттерсе иртсе карĕç (поднимая пыль, сотрясая воздух, промчались, в Сред. Юм. в экипаже). ТХКА 42. Вун-вуник лаша хыçалтан тĕрлеттерсе пыраççĕ. ЧС. Вут патне çитерехпе пĕр икĕ лаша кӳлнĕскер манран сиккипе тĕрлеттерсе иртсе кайрĕ, хăнкăрав çакнă. Т. VII. Хĕлле пĕр ямăшкă виç лашапа вăрман виттĕр тĕрлеттерсе пырат, тет. Кан. Хурамалти Петĕр кĕрӳпе Хусаналла тĕрлеттертĕмĕр. Сред. Юм. Тĕрлеттерсе çитрĕ, прикатил, приехал. || КС. Паян вĕсем кунĕпех улăм тĕрлеттерчĕç. || Шугать, напр., кур, гусей, свиней.

тĕреле

подпереть. Сала 291. Ивана çывракансем патне туртса пырать те сенĕксемпе тĕрелесе тăратса хăварать. НИП. Урисене тĕрелесе каялла туртăнат. N. Хăй кăкрине аллипе тĕрелесе... ЧС. Вăл çавăнтах хăйăр утине (отмель?) ларса чавсине чĕркуçи çине тĕрелесе темччен шывалла пăхса тăчĕ. Сред. Юм. Йăванса кайма тапнакан капанĕсене пысăк патаксĕмпе тĕрелеççĕ (е: чараклаççĕ). Баран. Иван тепĕр чарак илсе пыричченех алăка çурăмĕпе тĕрелесе тăрать. Толст. Вĕсем çула (летом) тăсăлĕччĕç те, пĕр тĕрелесе сиктерсе кăларĕччĕç.

тĕренчĕк

верея. N. Пĕр-пĕр çаврăнса тăракан япалан тĕренчĕкĕ.

Тĕрер

(т’э̆рэр), назв. речки (приток р. Цивиля). Чуратч. Ц. Тĕрерте пĕр çын лашасене шыва кӳртет. || Назв. селения Тюряры (Красноарм. р.).

тĕрĕ

узор, вышивка, рисунок. Нюш-к. Икĕ енни пĕр пекки çын пĕлми тĕрĕ. Унпа юнашар ухмах тĕрĕ. Çын пĕлми тĕрре пит ăста çын анчах тăвать. Чăнах та çын пĕлми тĕрре тăвакан çын кирак мĕнле тĕрре те тума пултарать. Çын пĕлми тĕрре халь тума пăрахнă. Куна куç витĕр курман карчăк чухпа тăвса пачĕ. ЧП. Ӳкерсе тума тĕрĕ мар. Сл. Кузьм. 164. Тĕрлĕ тĕрĕсемпе илемлетсе пĕтернĕ. М. Яниково. Ĕлĕк ку тĕрре (расшитый узорами платок) кĕрӳ туйра çурмаран хутласа икĕ кĕтеслĕ тăвса çурăм çине çакса çӳренĕ. Т. II. Загадки. Юплĕ-юплĕ тĕрĕ йăвăç çинче чĕрĕ аш çакăнса тăрать. (Пилеш). Нюш-к. Тĕрре хуратрăм тени пир çинче пĕр çипе тĕрĕ мĕнле пулассине йĕрлесе тухрăм тени пулать. Мыслец. Тĕрĕ, вышивка. Кубово. Эс мĕн тăван, тăхлачă? – Йăвăр тĕрĕ тăватăп. Шемшер. † Тĕрре пĕлмен хĕрсене сарă порçăк нушнах мар. Образцы 22. † Тĕрре пĕлмен хĕрсене мĕне кирлĕ сар пурçăн. Ib. 4. † Ялан вăйăпа пулас мар, тĕрĕ тумасăр юлас мар. Ib. 1. † Кăвак чечек тăррисем – вĕт улача тĕррисем. || Рисунок на монете. Шаймурз. Йешĕлех те хурăн çулçисем чистă патша укçи тĕррисем. N. Укçа тĕрри пур пирĕн, эпир тухса кайиччен, ӳкерейсе ăна юлсамăр. Тим. Пирĕн савна тусăн куçĕсем çĕнĕ çитмĕллĕхĕн тĕрри пек. Юрк. Виç пус укçи тĕрри пур.

тĕрĕлĕ

тĕрĕллĕ, с вышивками, узорами, рисунками. Альш. Матур ача атăлă, атти тĕпĕ çырулă, пуснă йĕрĕ тĕрĕлĕ. Собр. Шурă кĕпе тĕрĕлле, каччăсене кăмăллă. Бес. чув. Авă пĕр чăваш иртсе кайрĕ, çуни тĕрĕллĕ, лаши паттăр. Ст. Шаймурз. Тĕрĕллĕ черкисем аллисенче. Ачач 5. Сурпанĕпе пуç тутрийĕ те вĕрçĕн, пит илемлĕ тĕрĕллĕскерсем.

тĕрĕ тĕрки

сверток вышивок. N. Тĕрĕ тĕрки сарă улми, утсам кунта пĕр улмине, эс утмасан ют утĕ.

тĕрĕк

тюрок, турок. Баран. 59. Тĕрĕксемпе иккĕмĕш хут Австриа патшипе пĕр пулса вăрçнă чух... N. Вăл çырнăччĕ: тĕрĕкĕн Эрзерум ятлă хулинчен 25 çухрăм анчах тăратăп, тесе. Ал. цв. 5. Унччен те пулмасть, вăрмантан вĕсене хирĕç тĕне кĕмен тĕрĕкĕн таркăн салтакĕсем сиксе тухаççĕ.

тĕрĕс-тĕкĕл

то же, что тĕрĕс-тĕкел. СПВВ. ПВ. СПВВ. ЕС. Тĕрĕс-тĕкĕл тесе кил-йыш лайăх тăрсан, çурт-йĕр те, мĕн пур япала пĕр сиенсĕр тăнине калаççĕ.

тĕрĕш

встр. в сложении: кил-тĕрĕш, тарăç-тĕрĕш, хурăнташ-тĕрĕш. ÇМ. Кил-тĕрĕш тирпейлесессĕн, тата ĕне, сурăх пăхса усрама пĕлсессĕн мĕне кирлĕ урăх? тетчĕç. Ст. Яха-к. Эсĕ çавах та ун çине пĕртте çилленмесĕр пăхса пĕр-пĕринпе, килĕш-чиккипе, пур хăна-ханарпа, пĕлĕш-танăшпа, хурăнташ-тĕрĕшпе чипер лайăх çураçтарса лăпкă усра. (Моленье киремети).

тĕрке

связка, сверток, тюк, узел. Изамб. Т. Пушăт тĕрки. N. Виçĕ тĕрке пушăтран хăрах çăпата кăларчĕ, вăл та пулин сулахай. Хурамал. Пушăта тĕрке туса хутăм (связал). Актай. Пĕр тĕркейĕн çич сăмса. (Хуран çекли). || Моток. Юрк. Пурçăн тĕрки, шелковая мотушка. Образцы 22. † Пурçăн тĕрки ывăтрăм, хĕр аркине ӳкертĕм. || Пять рученек. Мыслец. Якейк. Тĕрке тесе сӳс тылланă чох пилĕкшер çорăмăн çыха-çыха хонă сӳсе калаççĕ. Ib. Паян эпĕр алă тĕрке тӳрĕмĕр.

тĕркем

моток, сверток, тюк. N. † Тĕркем-тĕркем сар пурçăн. Хурамал. Пĕр тĕркем хут – нумай хут. ЧП. Тĕркем-тĕркем тĕве çăм, усламçăсем панă-тăр.

тĕрлĕ

разный, различный, разнообразный, всевозможный; всякий. А.-п. й. 94. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Чăв. юм. 1919. Шыв хĕрринче чăнахах та тĕрлĕ çĕртен тухатмăшсем пуçтарăннă. N. Чăвашсем хĕлле тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ пурнаççĕ. Кив-Йал. Чăвашла сăмах тĕрлĕ вĕт вăл чыстă. N. Тĕрлĕ кун кунта. N. Манран тĕрлĕ майпа чăвашсен пурăнăçĕ çинчен ыйта-ыйта пĕлчĕ. Кама 30. Тĕрĕксен те çынсем тĕрли пулаççĕ, сирĕн пеккисем те пур вĕсен, пирĕн пеккисем те нумай. N. Тĕрлĕ тĕслĕ чечек. N. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Вишн. 64. Çав сĕтне урпа шывне мĕн чулĕшер илсе хутăштарас пулать-ши? Вĕсене тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕшер илсе хутăштарас пулать. N. Ака (плуг) тĕрли пур. Сред. Юм. Тĕрлĕ кил ăшчикки. (Гов., если в доме не одна семья). N. Пирĕн патăмăрта Кăмаша ятлă пит пысăк вăрман пур. Çав вăрмана тĕрлĕ тĕлтине тĕрлĕ ят хунă. О Японии. N. Хуртсем вĕсем тĕрли пур. Сред. Юм. Пĕр тĕрли кайрĕç онта. Некоторые пошли туда. N. Ку тĕрлĕ, мĕн тĕрлĕ, виç тĕрлĕ, урăх тĕрлĕ. || Неодинаковой продолжительности. Баран. 121. Тĕрлĕ йывăçăн ĕмĕрĕ тĕрлĕ. || Хурамал. Кĕлле тăрсан, кашни тăмассерен харкам хăйне пĕр тĕрлĕ асăнса чӳкленĕ. N. Çĕр салтак çĕр тĕрлĕ калаççĕ. || Юрк. Пĕр тĕрлĕрех пурăнакан çынсем. Ст. Чек. Пĕр тĕрлĕ, ку тĕрлĕ. Ib. Пĕр тĕрлĕ тăратпăр-ха. || Ходар. Чӳклемене вырăсла пурăнакан чăвашсем те тăватчĕç, анчах вăлсем урăх тĕрлĕрех тăватчĕç. || N. Вăл тĕрлех çиленсе ан пĕтер-ха. N. Анчах çав тĕрлĕ савăнăçлă пурăнăç манăн часах улшăнчĕ. Тим. Шурă хурăн ӳсет мĕн тĕрлĕ? Çулçисем çаврака çав тĕрлĕ. Янтик. Аслă вăрманĕсем мĕн тĕрлĕ, çулçисем тăкăнаççĕ çав тĕрлĕ; пирĕн аппа-йысна мĕн тĕрлĕ, пирĕн те пуласчĕ çав тĕрлĕ. || С. Тим. Эх пархатарсăр, пĕрте çын тĕрлĕ хăтланмастăн-ĕçке (çын тĕрлĕ, прилично, пристойно). || Вид. Баран. Ыраш икĕ тĕрлĕ пулать.

тĕрлĕ-тĕрлĕ

самый разнообразный. Якейк. Цив. Çилхисем тĕрлĕ-тĕрлĕ, ылтăнлă-кĕмĕллĕ, тет. N. Тĕрлĕ-тĕрлĕ урăхла вĕрентӳ хыççăн ан кайăр. Сред. Юм. Тĕрлĕ-тĕрлĕ кил ăшчикки. (Пĕр пӳртре икшер çемье п{{anchor|DdeLink179192104920318}} ôрнсан калаççĕ). Ib. Тĕрлĕ-тĕрлĕ кил ăшчиккинче тĕпĕртетсе пôрначчин луччă ирĕке тохса пôрнас кĕр пуç çиç те полса туса.

тĕрмеклен

стараться (выбиваясь из сил). ПТТ. Тĕнчере пурте пĕр пек пуласшăн тĕрмекленеççĕ.

тĕрмеш

возиться. Орау. Ун чухне вăрманпа тĕрмешсех тĕнке тухрĕ, урăх ним ĕç те тăвимарăмăр. Сам. 22. Çĕре урлă та пирлĕ сухаласа тĕрмешет. А.-п. й. 17. Кайсан-кайсан, ула йытă уçланкăна тухрĕ те, пĕр хăвăл çăка кутĕнче çăмламас упа тĕрмешсе тăшне курах кайрĕ. || Бороться. || Шибач. Тĕрмеш — вăрçни.

тĕрт

толкать. Четырлы. Лаши тĕртсен кайса ӳкмелле. А.-п. й. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. И. Тукт. Ну, ну, ут малалла! — чăртмаххăн аяккинчен чышкипеле тĕртрĕ конвоир Ульянана. N. Пăшала тăсса ятăм та, пуçне тĕртсе пенĕ пек кĕрслеттерсе персе ятăм, пуля тивнине куратăп, анчах вĕлермерĕ. N. Çăвара тĕртсе кăтартатпăр, вара тин пĕлеççĕ. N. Тĕртнĕ тĕртменех уçлаççĕ. || Ткнуть. N. Сăмах хыççăн сăмах çине пурнисемпе тĕртсе пырса вула-вула кăтартать. N. Макçăма хам пулсан тутине тĕртсе кататтăм. || Трогать. К.-Кушки. Эпĕ ăна пӳрнепе тĕртрĕм. Я тронул его пальцем. N. Пĕр-пĕр çын пурнипе тĕртсе кăтартнипех суйлама юрамасть. Тогаево. Асатте, асатте, эпир атă пăрипе тĕртнине хăмкла çыртни вырне анчах хорать, тет. Сред. Юм. Куçран тĕртсен те кормас. До того темно, хоть глаза выколи. || Черкнуть. Изамб. Т. Юрĕ. Эсир çапах кĕнекере тĕртсе хурăр (черкните, чтобы не забыть). || Направлять. Юрк. Вĕсем сылтăм енчен сулахай енне тĕртсе çырса пыраççĕ. || Говорить намеками. СТИК. Сăмахпа тĕртме пит ăста. (Намекать на недостаток, указывать на вину). || Иронизировать над кем-либо. Ст. Чек. Епле ку пире тĕртсе калаçать. Ачач 50. Вăл паян, сирĕн ята асăнса, темскер тĕртсе каларĕ. Ib. 45. Юри такама тĕртсе, тăрăхларĕ. || Внушить. СТИК. Кам тĕртрĕ-ши мана çав ĕçе тума. Ib. Кам тĕртрĕ-ши мана çавăнпа çыхланма. Черт меня дернул. || Подводить. Сл. Кузьм. 99. Ялти çынсем вăрттăн тĕртме тăрăшĕç, числама та пăрахĕç.

тĕртĕнтер

понуд. ф. от гл. тĕртĕн. N. Çурт çумне тĕртĕнтерсе тунă хуралтă, пристройка. N. Тата виçĕ юплă патак тупса кĕреççĕ те, ун тăрне салма тиреççĕ, пĕр ача ташласа çӳрет, ачипе хĕрне виçĕ хутчен çăварне пыра-пыра тĕртĕнтерет.

тĕрткелеш

толкаться. Кама 60. Пĕр-пĕринпе тĕрткелешеççĕ, ахăлтатса кулаççĕ. N. Ку хăçан суранланса йывăç çинчен йăванса аничченех пĕренепе тĕрткелешрĕ, тет.

тĕртсе яр

оттолкнуть, столкнуть, свалить. N. Вара ăна тĕртсе ярса ӳкереççĕ те, пусса тăрса ниçталла та тапаланма памаççĕ. К.-Кушки. Эс шертепе тĕртсе яр, эпĕ хӳрине тытса пырăп. Ты отталкивайся шестом, а я буду править. N. Кимĕ çине кĕрсе лартăм та, кимме çырантан шуччăпа тĕртсе ятăм. N. Хама çтенаран тĕртсе ятăм. Я оттолкнулся от стены. К.-Кушки. Кушак çурисем пĕр-пĕрне тĕртсе ярса (е: тĕрте-тĕрте ярса) амĕш патне пыраççĕ. Котята лезут к кошке, отталкивая один другого.

тĕрт

поджигать. ЧС. Çавăн чухне вут тухнине çын тĕртнĕ терĕç. БАБ. Йĕтĕн çурăмĕсене вут тĕртрĕ. Ст. Чек. Ун çуртне Миккул вут тĕртнĕ, тет. Орау. Ивана тĕртсе янă (подожгли). Ib. Хăй çухални пĕр-ик çул иртсен, халăхпа кайса çĕмĕрнĕ, тет, тĕртсе янă, тет, çурчĕсене. N. Ачасем утă урине вут тĕртсе янă.

тĕр-тĕр

подр. быстрому бегу. Альш. Такисем тĕр-тĕр чупаççĕ, тет, пӳртре. || N. Мĕн тĕр-тĕр тĕрлеттерет? Что он поделывает? || Ссора, перебранка. N. Иксĕр хушăрта тĕр-тĕр тухман-и-ха (или: пулман-и) сирĕн? || N. Ĕлĕк пĕр хĕр: тĕр-тĕр халлап нумай пулчĕ, каччă халлапĕ пĕр те пулмарĕ, тесе каларĕ, тет. || Суматоха. Завражн. || Кубня. Тĕр-тĕр карта, вуникĕ сурăх пĕр карта.

тĕр-тĕр-тĕр

подр. быстрому горению огня. Б. Олг. Олăм çонса карĕ тĕрлетсех тем, тĕр-тĕр-тĕр çонса карĕ. Ib. Сăмавар лартсассăн, вот хорсан трупи шне вочĕ çонат: тĕр-тĕр-тĕр. Панклеи. Олăма тиратса ярчĕ. Олăм тĕр-тĕр-тĕр тутарать. Б. Олг. Вот кăмакара тĕр-тĕр-тĕр çонса каят. || N. Тĕр-тĕр-тĕр карта, вуникĕ сурăх пĕр карта, пурте татăк хӳреллĕ. (Кукăльсем).

тĕршĕн

ежиться, сьеживаться. ЧС. Кайран вара хай луç çавăтсан та, хĕнесен те, пĕрех утмасть, тĕршĕнсе анчах тăра пуçларĕ. Сунт. 1929. Шăннипе тĕршĕнсе выртса пыраттăм. Хурамал. Сивĕре йытă тĕршĕнсе выртать (= хутланса). Собр. Вăрăм чăрăш тăрринче чăпар куксем авăтаççĕ. Хамăр тăвансем килнĕ чухне сарла-сарла авăтаççĕ. Çичĕ ютсем килнĕ чухне тĕршĕне-тĕршĕне авăтаççĕ. ЧС. Тете лаша çинелле пăхрĕ те: чăнах, ку тăма та ĕлĕкхин пек тăмасть, тĕршĕнсех пырса тăрать, терĕ. РЖС З. Çав хурал-тăра пĕр кĕтессинче йытăсем тĕршĕнсе выртнă. N. Вĕсем пурте лайăхрах вырăн йышăнас тесе, пĕр-пĕрне хĕстерсе çырма хĕрнелле тĕршĕннĕ. Пшкрт. Хот тĕршĕнсе выртат. О сохр. здор. Çыннисем хăйсем ялан тĕтĕм тивесрен аялалла тĕршĕнеççĕ. Баран. 43. Выртсан выртсан тата хытăрах тĕршĕнет. || Четыре пути. Выльăх савсан епле çын патнелле тĕршĕнет, епле çуланать. Сред. Юм. Çăмăр вăйлă çăва пуçларĕ те, сорăхсĕм порте пĕр çĕрелле тĕршĕнчĕç. Ачач 26. Хăй акă юрă кĕнекине тытать те, чӳрече тĕлĕнче тӳшек çумне тĕршĕнсе ларса, пĕрре урамалла пăхать, тепре — кĕнеки çине. Альш. Авалхи плант çинче курăнать: пĕрин хыçне тепĕри (один на задах другого поселились) епле тĕршĕне-тĕршĕне кĕрсе ларни. || Укрываться. N. Чулсем çумне тĕршĕнеççĕ (укрываются).

тĕс

цвет. || Масть. Вишн. 72. Тĕсĕ те унăн е хăмăр, е хĕрлĕ, е симĕс, е кăвак пулать. N. Лаши тĕсĕ торă. Сред. Юм. Ине хĕрли илме юрамас пире, тĕс килĕшмес; мĕн чол хĕрлĕ ине ôсран ĕнтĕ, порте вилсе пĕтеç. || Внешний облик, образ, вид. Альш. Ай-хай, тăванăмсем-чунăмсем, тĕсĕрсене курса тăранмарăм. N. Вăл çамрăк тĕсĕпе ваттăн курăнать пулсан та, 21 çулта çеç. N. Тĕсĕ хĕрлĕ, тути сахăр тути калать. Янтик. Çав вăрра эп тĕспе тытрăм (поймал по облику). Суждение. Ĕçкĕ этем е этем тĕсĕнчен кăларса пăрахса выльăх тĕслĕ тăвать. N. Пĕрте канăç çук ку ачасемпе, этем тĕсĕ юлмарĕ. N. Тĕс ӳкерни, сняться в фотографии. || N. Тĕс кайнă. Облинял, полинял. || Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 26. Вырăнти тĕс çапнă. || Юрк. Пурийĕн те ăна тĕсне курассисем килмест, юратмаççĕ. Ib. Эй пархатарсăр япала! Ху ачу (т. е. мой) пулсан та, çавна тĕсне курассăм килмест. Хĕн-хур. Тĕсне унăнне ан курам! Орау. Манăн ун тĕсне те курас килмест. Регули 1257. Тĕсне те кисе кăтартмасть. || Красота. N. Тĕсĕ те пур, ăсĕ те пур пурăнмаллăх (у жены). Ст. Чек. Вăсен тĕсĕ пур та, ăсĕ çук. Вăсен тĕсĕсем пур та, ăсăсем çук. Ск. и пред. чув. 69. Сивĕ шывпа çăвăнсан, питне-куçна тĕс кĕтĕр. Бугульм. Кăвак çупăнь пире тĕс памасть, авалхи тус пире халь пăхмасть. Н. Лебеж. Ял çинелле тухсан ячĕ каят, çил çинелле тухсан тĕсĕ каят. || Знак, улика. СПВВ. Тĕс шыра, искать знаков, улик. N. Тĕс топмасăр (не найдя улик) тĕллесе каламалла мар-ĕçке. Тюрл. Тĕс кормасăр епле палаç çынна. || Подобие, род. Изамб. Т. Кунĕпе çумăр пĕлĕчĕ тĕсĕ те курăнмаст. Тулта сивĕ тĕсĕ çук пек те. Кан. 1928. Хаçат-шурнал тĕсне курас çук. N. Нимĕн хыпар тĕсĕ çук (и в помине нет). N. Икĕ талăк çăкăр тĕсĕ курман. N. Юрăн тĕсĕ çук, çула сурăх кĕтӳ (= кĕтĕвĕ) çӳрет. Кан. 1929. Сарайĕнче (в пожарном сарае) пĕр витре тĕсĕ те çук, пичкесем шывсăр типсе лараççĕ. Турх. Лаша тавраш санăн тĕсӳ мар вăл. Куда уж тебе лошадей держать. ТХКА 41. Амăшĕ вилнĕ, ку та вилет пуль лаша тĕсĕ пĕтет пуль, тесе килйышпех кулянатпăр хамăр. || Т. VI. Малтан тĕспе кĕл тăврăмăр, унтан пиçнипе кĕл тăврăмăр, халĕ алă валлипе кĕл тăватăп, çырлах. (Из моленья). || N. Янкорассен виç-тăват ĕни вĕсен пĕр ĕни тĕсне тăмасть. || N. Мана юрăхлă атă, тĕс. || Начерт. 177. Тĕс, вид, род, разбор. Поличное.

тĕсе

указывать. Изамб. Т. Хăй пуян та мар, хăй ялан çыннăн арăмне тĕсесе: эпĕ ун пек арăм илес çине авланмастăп та, тетчĕ. || Замечать, примечать, намечать. Изамб. Т. Вăрăсем çав лашана ĕлĕкех тĕсесе (в Питушк. антаса) тăнă (наметили). Сред. Юм. Хăй кам хĕрне тĕсенĕ, çавăн хĕрне хăтана кайтăр. Чертаг. Тĕсемен, не заметил. Сред. Юм. Паян пасарта пĕр çынна халь те пит тĕсесе пăхрăм та, аякра та, такки паллаймарăм.

тĕсет

замечать, обращать внимание. Альш. Эпир хăш çулпалан кайнине икĕ хура куçăрпа тĕсетĕр. Кĕвĕсем. Тĕрлĕ йăвăçсем хушшинче тĕсетет-çке улма йăвăççи. || Поправлять. Шаймурз. Атя, акка, ăсатам, тухьюсене тĕсетем (укçисене сĕре-сĕре тасатас). Альш. Атя, йăмăк, ăсатам, тухью тăрне тĕсетем. Образцы 106. † Ăсатассăр пулин час ăсатăр, пусмăрсене тухса тĕсетĕр, эпир хăш çулпала кайнине икĕ хура куçăрпа тĕсесемĕр. Икĕ хура куçăрпа тĕсесессĕн, чĕнтерлĕ кĕпер урлă каçарăр. СПВВ. Ăсататăр пулсан ăсатăр, пусмăрсене тухса тĕсетĕр. || Бить (кого-либо). Орау. Ачана тĕсетсе янă. КС. Паян пасарта пĕр çынна пиçиххипе тытса лайăх тĕсеттĕрĕç (поймали с украденным кушаком и сильно били). В слове тĕсет есть оттенок злорадства и безучастное отношенне говорящего к предмету суждения.

тĕттĕм

то же, что тĕтĕм, дым. Трхбл. Унăн мăрйинчен тĕттĕм тухать. || Двор. Трхбл. Тĕттĕме пĕр купа утă тивет (на каждый двор).

тĕтшĕнтер

поднять. Сред. Юм. Пăртак кăлт тĕтшĕнтерсе лартсан юратчĕ, халь пĕр мехеле ларатчĕ.

тĕхĕлтер

неизв. сл. Собр. Тĕхĕлтер, тĕхĕлтер, тĕхĕлтер капан пĕр капан, йĕптĕк-юптăк саралтай, сарай тӳпи-тӳпипе.

тĕш

цена. К.-Кушки. Çирĕм пакша тĕшне (е: хакне) тăрат. Стоит двадцать белок. N. Ним тĕшне те хумастăп. Ни во что не кладу. К.-Кушки. Тенкĕ тесе панисем тăхлан тенкĕ тĕшне çук. Календ. 1904. Хутран-ситрен хăяр-купăста пулсан темĕн тĕшне тăрать. N. † Ати пачĕ полттиннĕк. Ик полттиннĕк — пĕр тенкĕ, пире, çук çынна, мĕн тĕшне Кильд. Ку çĕр çинче тем чухлĕ хĕн-асап курсассăн та, тамăкри чи кĕçĕн асап тĕшне тăмасть, тесе вĕрентнĕ пупсем.

тĕш

ядрышко (напр. ореха). N. † Тăванăм, тăванăм, мĕн тăвар? Мăйăр катса тĕш тăвар. ЧП. Катрăм, катрăм, тĕш турăм. || Зерно. Сред. Юм. Ыраша тĕш кĕрет (сĕт кĕрсе пĕрчи чăмаккалана пуçласан калаççĕ). Ст. Шаймурз. Пĕр шăшийĕн ик хӳре. (Пăри тĕшĕ). || Обдир. Торх., Ходар.

тĕшле

шелушить (орехи, семечки и пр.), добывать зерна. Ст. Чек. Тĕшленĕ (мăйăр, хĕвел çавмăш). СТИК. Çак мăйăра тĕшлесе çиесси пĕр асап: нимпе катма çук (вынимать из скорлупы). || Молотить. Микушк. Тĕшлесе пӳлмене хурсан, пӳлмере перекетне пар. (Из моленья).

тĕшĕр

мять. Альш. Хорачка. Олăм тĕшĕр (мять, напр. для корма скоту). СПВВ. АС. Тĕшĕрсе тăкнă = ахаль тап-таса тăкнă. Сред. Юм. Ыраша тĕшĕрсе тăкнă (потравили, смяли). Хурамал. Выльăхсем тырра тĕшĕрсе пĕтернĕ (= тап-таса пĕтернĕ). || Положить в лоск. Чист. Сунт. Анасем урлă тусан кăларса вăл çынна пĕр самантрах хуса çитсе тĕшĕрсе ӳкерчĕ. || Свалить. Сред. Юм. Ута тĕшĕрейсе антарчĕ, çавăн чол нăмай антараççĕ-и ôна? Б. Крышки, Яндоуши. Тĕшĕрсе ан, свалиться. || Бить. Ст. Чек. Тĕшĕрет, хĕнесе ӳкерет. || Есть (о скотине). Ст. Чек. Тĕшĕрет — нумай çиет. А.-п. й. 69. Ерхипĕн хура ĕни пырать те, чустана кавлесе тĕшĕрмех тытăнать. Ib. 112. Кĕркури кайсанах, лешсем кĕсрене туртса антараççĕ те, тĕшĕрсе те яраççĕ.

тĕшĕрĕл

лущиться. СПВВ. Х. || Свалиться. Сред. Юм. Пĕрех çапрăм та, тĕшĕрĕлчĕ анчĕ (свалился). Трхбл. Тĕшĕрĕлсе ан, свалиться. СТИК. Атă кунчи чис тĕшĕрĕлсе анчĕ. Голенища сапог спали книзу, не держатся от ветхости. Толст. Ак перетĕп, ак упа персе тĕшĕрĕлсе анчĕ (мечтаю) Конст. чăв. Манăн кукка çавăнта чуп тунă çĕртех ман çинелле тĕшĕрĕлсе анса ыталаса илсе питĕ нумайччен нимĕн чĕнеймесĕр макăрса тăчĕ. О сохр. здор. Çулла уярта ун пек шурăсем (болота) типеççĕ те, курăксем çемçескерсем тĕшĕрĕлсе анаççĕ. Шел. 107. Çавăнтах чĕре шарах! çурăлса, тĕшĕрĕлсе анса, çĕре кӳплетсе кайса ӳкрĕм. N. Пĕр пĕлми тĕшĕрĕлсе ӳкнĕ. Хурамал. Шеп курăк çине кĕрсе йăвалансассăн, курăк пурте тĕшĕрĕлсе ӳкет.

тĕшмĕшлентер

понуд. ф. от гл. тĕшмĕшлен. Сред. Юм. Çав килсе темскерле йăмахсем каласа кăтартса тĕшмĕшлентерчĕ мана, ахаль пĕр шохăшсăрах выртаттăм.

тваткăл

то же, что тăваткал, четырехугольный, квадратный. Юраково. Пĕр ята çичĕ çĕр çирĕм тваткăл чалăш (квадр. саж.) анчах тивет. N. † Тваткăл тутăр, ай, шыраса, тăват пасара, ай, хам кайрăм. N. † Врене çулçи тваткăлли; тем чул тваткăл пулсан та туттăр вырăнне çыхас çук. Образцы 6. † Тваткăл-тваткăл касаççĕ аслă çула илемшĕн. Сред. Юм. Тваткăл питлĕ, круглолицый.

тлаварлăх

на теплые зимние штаны. N. Пĕр мăшăр тлаварлăх пирĕ.

транк

подр. несвободному прыганью. Сред. Юм. Ола-корак транк, транк сиксе çӳрет. Ворона прыгает особыми прыжками (словно спутанная). Ib. Самăр сорăхсĕм транк-транк çиç сиксе çӳреççĕ. Жирные овцы так и прыгают. Ib. Транк! транкI çиç сиксе çӳрет, пĕр ĕç те тумас. (Показывает на стук при прыгании).

тратăн

неизв. сл. Абыз. Ик йăлтăрка, тăват кăчăрка, пĕр тратăн,

трук

сразу, одновременно, вдруг. N. Унăн труках нумай ылттăн илесси килнĕ. N. Çил трук чарăнчĕ. Ветер прекратился сразу. Слакбаш. Труках икĕ каклиш кăтартрĕ. Чув. прим. о пог. 302. Хĕл трук пулсан, Атăл та трук ларсан, тырă пулать, çул лайăх килет. Если зима наступит сразу, и Волга сразу встанет, хлеб уродится, год будет хороший. Чем люди живы. Ăçтан тухаççĕ сăмахĕсем, икшер-виçшер сăмахăн трук калать. Якейк. Ача макăрч-макăрч те, трук чарăнчĕ (вдруг перестал плакать). СТИК. Атьăр вырар-и ĕнтĕ? — Труках ăста вырас тен-ха, кăш типтĕр. Синьял. Тимĕр туя пур тесе, труках сĕре ан çапăр. N. Палланă çын труках çавăнта пулмасан, епле тăвăн вара? – тетĕп. N. Ку юрра эпĕ 1884-мĕш çулта Йăлăмкассинче пĕр 15—20 ача трук (пĕрле) юрланине илтнĕ. || Неожиданно. ЧС. Трук çиçĕм ялтăр туса çиçрĕ. || Время. N. Тăват хут (письма) пĕр трукра илтĕм. Якейк. Вăсам порте пирĕн пата пĕр трук похăнчĕç (все в одно время).

тями

милый мой! Персирл. Санăн, тями, аçу-апусам пурăнаççĕ-и тата? Якейк. Пĕр-пĕр çын патне ют çын пырсан он ачин ятне пĕлмесен ют çын тями тесе чĕнет он ачине. Сĕт-к. Тырă ан çитарăр, тямисам (обращение к детям).

тьыха-тĕрпе

молодые жеребята. Сред. Юм. Тьыха-тĕрпесĕм пуçтарăннă та, тек пĕр-пĕринпе тапăшаççĕ. Т

тьопкă

гроздь. Персирл. Пĕр тьопкă палан.

Тюпли

прозвище мужч. Рак. Пирĕн пĕр çын саканче ăш шывпа шыва кĕнĕ те, çынсене унта тюпли аван шыва кĕме тенĕ. Ăна çавăнпа Тюпли, тенĕ.

чавтар

понуд. ф. от гл. чав. N. Пĕр çур аршăна яхăн тăрăшшĕ чавтарса тухрĕ. || Итти быстро. Пир. Ял. Нумай тăмасть, укçа хуçи киле чавтарса килет. К.-Кушки. Килелле чавтарас пулĕ ĕнтĕ. Пожалуй, пора уж катить домой. Кан. Урхамах пек лашине чавтарса, Турхана çитсе кĕчĕ. Сред. Юм. Ăсĕн ăйри пит самăр та, чавтарса çиç пырать (бежит быстро рысью). Ib. Чавтарчĕ анчах (пит хăвăрт кайрĕ, как пешком, так и на лошади). СТИК. Чавтара пачĕ (только пятки засверкали).

чавала

копать, рыть, ковырять. Бур. Пахча-пахча чĕкĕнтĕр, чавалăр та кăларăр. N. Каюра çĕре урипе чавалать (роет). || N. Пĕр кăвак сухаллăскер (какое-то существо) прохотăн ураписене чаваласа ларать, тет.

чавалан

копаться. Янтик. Старик пахчара чаваланать (копается). Актай. Пĕр автан вăрмана карĕ, тет. Пĕр юман кутне çитрĕ тет те, юман кутăнче чаваланать, тет. N. Юшкăн айне чаваланса кĕрсе выртаççĕ. Шел. 73. Тусан çинче чăх чаваланнă пек чакаланаççĕ. || Ослабы. Эпĕ чаваланатăп, чаваланатăп шывран тухасшăн, нимпе те тухаймастăп. Б. Илгыши. Тилĕ патак тăрăх чаваланса тухрĕ. || Придираться. СТИК. Пит чаваланса каять (при споре поминает старое).

чак

подр. крику галки. СТИК. Чавкасем пĕрерĕн пусан, чак, чак! тăваççĕ, кĕтĕвепе пусан шавăтатаççĕ. || Подр. крику сороки. Альш. Хĕве хупсан, кĕлет чӳречи çине пĕр чакак пырат та чак, чак! тесе ăйхă памасăр кăшкăрат, тет. || Подр. чириканью воробья. Альш. Çерçи чак-чак тăват-çке. || Подр. трели соловья. Альш. Шăпчăксем авăтаççĕ чак-чак! тесе, сачĕсенче панулми çук, тесе. || Ст. Шаймурз. Ир те чак-чак, каç та чак-чак. (Пăри тӳни). || Подр. звуку, получающемуся от стука подковы. Сред. Юм. Чол сарнă срампа таканлатнă лашапа чуптарсан лаша та: чак! чак! туса пырать. || Малт. шк. вĕр. фиç. 120. Çав вăхăтрах хăййăн тепĕр вĕçĕнчи пăта шăнкăрава чак! çапса кăларать. || Ой-к. Чак-чак чанкăртак, айăн тимĕр пит тимăр, акалама тинĕс пек. (Аслати авăтса, çиçĕм çиçсе çăмăр çуни). || ТХКА 105. Пуртă хам умма çĕре чак тăрăнчĕ (воткнулся). КС. Çавсенĕн ачи аллине йĕп тытнă та, шăнасене чак та чак тăрăнтарать (попадание острым концом). Сред. Юм. Сейнике çĕр çине чак тăрăнтарса лартрăм. (Звук, когда втыкают вилы в землю или в снег). Çĕн Кипек. Тăрн-тăрлик, чаках тăрăн. || Подр. быстрому выезду. Орау. Чак анчах тухса карĕ (выехал быстро со двора). || Подр. тиканью часов. Сред. Юм. Стенной сехет: чак, чак! тăвать çӳренĕ чохне.

чак

знач. не выясн. Коракыш. Икĕ чак, пĕр чăмăртак. (Йăва. Тогач. Ушшĕ).

чакалтан

рыться, копаться. Панклеи. Пĕр атан вăрманта йоман котĕнче чакалтанать. СТИК. Мĕн чакалтанса тăран çавăнта? Что ты там копаешься. || Карабкаться. Хорачка. Ут тухри хупарнă чоня чакалтанса хупарат (хытă каимест). Тораево. Иван çав шăтăкран чакалтанса тухрĕ тет те, киле тавăрнчĕ, тет. Янгильд. Хальхи Ортемей çырмара чакалтанса макăрса тоха поçларĕ. Б. Янгильд. Çаксем пайтах чакалтанчĕç. Пăр çине хăпараççĕ те, пăрĕ катăлса анат. || Придираться, ругаться. СПВВ. Ан чакалтан – ан вăрç тени пулат.

чакан

палочник (болотное растение). ЧП. СПВВ. ТМ. Чакан – шывра ӳсекен сарлака хăмăш, унăн пуçĕ пĕр шите яхăн патак пек хуп-хур, çавна чакан теççĕ. СПВВ. Хура шыв юхат явăнса, хумăшпа чакан хушшинче. Сунчел. Тĕпне хăмăш пек, тăррине чакан пек ту. Менча Ч. Акнă тыррăн пӳне хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Из моленья чӳклеме). Лашм. Çеçен хире тулă акрăмăр, тĕпĕ пулчĕ хăмăш пек, тăрри пулчĕ чакан пек. N. Тырă-полă чакан тăрăллă полтăр, хăмăлĕ хомăш пек полтăр.

Чакăлтăм

назв. селения. Альш. Чакăлтăмра чăвашпа хутăшах тутар та пур. Череп. Чакăлтăмра пĕр ачанăн ту ярăннă чух ӳксе пуçĕ татăлнă, тет.

чакăр

(чагы̆р), назв. цвета, белесоватый, светлоголубой, голубой. Уганд. Чĕлкаш 58. Хĕрлĕ питлĕ, чакăр куçлă хĕрарăм. СПВВ. ФИ. Кăвак куçлă çынна чакăр куçлă, теççĕ. СПВВ. КЕ. Чакăр — кăвак, витĕр куракан куç. Хорачка. Чакăр коçлă çын. Альш. Ку чăвашăн сăрă куç та хура куç, пур чакăр куçли те, анчах каллах сахал-тăр вăл. Чертаг. Чакăр куç = кăн кăвак. Ст. Чек. Чакăр куç, черные глаза: зрачек и радужная оболочка совершенно черные. Ib. Чакăр куç = пысăк саланса тăракан куç. Янтик. Кăвак кăвакарчăн чакăр куç, кам куракан тулă сапсамăр. Изамб. Т. Чакăр куç, беловато-голубые глаза. Тюрл. Чакăр куç (= симĕс куç). Сред. Юм. Чакăр куç, голубые глаза. СПВВ. Чакăр шăрçа куç. || Серый. Сред. Юм. Пичче шăлнĕ пулаччин чакăр халат пулас та пичче çинче çӳрейрес. Турх. Чакăр шинел. N. Вĕсен яка тирĕ чакăр хĕрлĕпе кăвак тĕссене пĕр çĕре пуçтарса илемленнĕ. N. Чакăр симĕс çăра çулçăсем хушшинче ăраснах илемлĕ капăр тĕклĕ кайăксем пурăнаççĕ. || Седой. Календ. 1904. Ватă енне кайсан лашан хăлхи усăнса тăрать, хура лашан чакăр çăмсем, кăвак лашан хĕрлĕ çăмсем тухаççĕ. || Косой, косоглазый; имеющий серые глаза, как у лошади. Зап. ВНО. Чакăр куç, раскосой. Начерт. 193. Чакăр, косой. СПВВ. ТМ. Чакăр = шур илнĕ куç. Б. Олг. Чакăр коçлă ут, пĕр коç чипер, тепĕр коçĕ шорăллă мĕнлĕ. Пшкрт. Эй чакăр коç. СПВВ. МС. Ку лаша чакăр куçлă. Хурамал. Чакăр куç = куçне çавăрса пăхакан. Кан. Чакăр куçăма шур чатăр карнă. Юрк. Чакăр куç, разноглазый.

чаккăрки

неизв. сл. Ой-к. Ик чакăркки, тăват макăркки, пĕр шĕвĕркки. (Кушак).

чакăртат

хрустеть, скрипеть. Рааs. N. Чакăртат, скрипеть (о железной кровати). КС. Сивĕ чухне çуна тупанĕсем чакăртатса пыраççĕ. Толст. Çуна ӳречасем чакăртатни илтĕнет. Сред. Юм. Кĕписем порçăн та пĕтĕмпе чакăртатса çиç тăраççĕ. Ib. Копăста пуçĕсĕне пĕр-пĕрне лектерсен чакăртатаççĕ. N. Шыв трупа тăрăх чакăртатса анать.

чалăр

разбегаться (о глазах). N. Юр çутинчен куç чалăрса каять. Орау. Ӳсĕр пулмалла, куçĕ-пуçĕ чалăрнă пек курăнчĕ. Чертаг. Шыльăкра пăхса тăрса куç-пуç чалăрса карĕ. Чăв. юм. 1924, 58. Ама çурийĕн, ылттăна курсан, куçĕ-пуçĕ чалăрса кайрĕ. Альш. Лавккана пытăм та, темĕн чухлĕ япала çине пăхнипе куç чалăрса кайрĕ (глаза разбежались). Сред. Юм. Хусанта кĕтĕмĕр пĕр макаçăна, ман куç-пуç чалăрчĕ кайрĕ, никĕшне пăхма та пĕлместĕп, пур çĕрте те йăлтăр-ялтăр çиç курăнать.

чалăш

печатная сажень. N. Çавалăн тарăнăшĕ хăш тĕлте пилĕк чалăш пулать, теççĕ. Орау. Амăшĕнчен çирĕм-вăтăр чалăш кайран пырать (о плохом жеребенке). Ib. Ялтан пĕр çĕр чалăшран вăрман пур. СПВВ. ИА. Чалăшра виçĕ аршăн. N. Чалăшра пĕре тăпра копаланă. N. Манран пĕр чалăш тупă етри пырса ӳкрĕ. N. Сăрт çинче икĕ чалăш йор. N. Чалăш = хăлаç. Якейк. Чалăш çорă шĕшки пор, кренкке çорă мыри пор. Там есть орешина, имеющая 11/2 сажени высоты, а на ней орехи по 11/2 фунта весом, || Сажень дров. Пшкрт. Чалăш татма кайса. Рубит дрова в казенном лесу по саженям.

чалăш

кривой, косой. Орау. Чалăш тута Хветĕр. N. † Алăкăрсем чалăш, кĕме çук. Подг. Шигали. Алăкăрсем чалăш та, кĕреймĕп. Пазух. 135. † Алăкăрсем чалăш ай кĕмешкĕн, урайĕсем яка ай утмашкăн, саккăрсем сарлака ай лармашкăн, ят ăрсем те чаплă ай илтмешкĕн, чысăрсем те чыслă ай курмашкăн. Юрк. Ту аякки çул чалăш, ут утланма çав лайăх. || Наискось. N. Вăл пире хирĕç, кăшт чалăшрах пурăнать (живет наискось). N. Вĕсем ăна хирĕç пайтах чалăшра (чалăш) пурăнаççĕ. Пазух. 39. † Ытах тĕлне пĕлмесен, пăралукран чалăшрах, пирĕн çумра сат та пур, сат çумĕнче алăк пур, çавалăкран пырса кĕр. || Вкось. Изамб. Т. Пĕри сылтăмалла çакăн пекех тӳрех каять, тепĕри сулахаялла чалăш каять (дорога). || Набекрень. Бугульм. Кăримски çĕлĕкне чалăш лартса кама ăсатрăн çурçĕр тĕлĕнче. Якейк. Хаклă юшши карттусне посса лартсан ват çын теç, чалăш лартсан янкăс теç. || Косо. Ст. Чек. Чалăш лартан. Косо ставишь. || Шорк. Ман чалăша куртăр-и паян? Ib. Ун чалăшĕ пасарта сӳретчĕ. (Употр. в шутку в смысле тӳрри, возлюбленный). || Косуля. Paas. 178. Икково. Чалăш = особая соха, пĕр майнелле кăна прахать. N. Чалăш = кусиле. N. Эсир чалăша луччĕ ют çынна тутрнă пулсан, манăн ку тери кăмăл хуçĕлмĕччĕ. || Тяж (у телеги). В. Олг.

чалăш куçлă

косоглазый. Ал. цв. 5. Чалăш куçлă мулкаçă сиксе каçма та ниçта пĕр вырăн çук. Юрк. Чалăш куçлă улпут вăрман тăрăх çулпа ларса пынă чухне таçтан аякран курам пек пулса тытăннă мухтанма.

чалăшла

косо, наискось, вкось. Чертаг., Якейк., КС. N. Хăвасем пăрахакан çынсем çавăнтах чалăшла выртакан хăвасене тӳрлетсе çӳреççĕ. Орау. Капан пĕр енне чалăшларах пулнă. Ib. Кимĕ чалăшла пырать (наискось — о направленни).

чалми

знач. не выясн. Байгул. Чалми-чалми чалтирик, калек салам пĕр салам, килĕр кунта пĕри.

чанк

подр. более звонкому, короткому звуку тонкой металлической или стеклянной вещи. ГТТ. Чӳречене чанк! тутарчĕ. Ударил по тонкому стеклу, и оно зазвенело. || Подр. звону косы. Сред. Юм. Çавана топтанă чохне о чанк! чанк! тăват. || Подр. крику галки. N. Чанка чанк! тет. || Прямо. N. Эсĕ вăрă мар пулсан, чанк каçăрлса утса пырас пулать пире хирĕç. Если не вор, то должен нам навстречу итти выпрямившись. Сам. Н. Чанк ларать пĕр çуллĕ хыр.

чаплă

известный. БАБ. Пирĕн ялтан инçе мар пĕр ялта пит чаплă пасар пур. || Славный. Образцы 26. † Чаплă Чаткас хĕрĕ эпир. || Важный. Якейк. Ку пит чаплăскер, манер çок, çемски наччалник полмалла. Изамб. Т. Хăй ул пит чаплă тумланнă. В. Байгул. Пирĕн ачи пит чаплă. (Туй юррн). Ст. Чек. Чаплă çын (так в шутку говорят о беременной женщине). Ib. Чаплă хăна, важный гость. ЧК. Чаплă решени пире малашне пысăк тухăçпа ĕçлеме хавхалантарать. || Хороший. N. Ыраш пит чаплă мар, çуртри аван. || Роскошный. Ашшĕ-амăшне. Спани упăшки пит пысăк чаплă çурт лартнă. Тябердино. Чӳке вĕсем питĕ чаплă тăваççĕ. Ст. Чек. Чаплă туй, пышная свадьба.

чаплашка

назв. домашней утвари. К. Розанова. Юрк. Чаплашка = чашкă. СТИК. Чаплашка — пĕчĕкçĕ чăмăр чашкă. Унпа ачасене çитереççĕ. Календ. 1903. Вĕсен вырăнĕ патне юри пĕр-пĕр начар чаплашкапа хăйăр, е кĕл лартас пулать. БАБ. Пĕрер шăл тăвар илет, пĕр чаплашка пек кĕрпе, пĕр чашкă, пĕр кăкшим илет. Ст. Шаймурз. Масар çинчи чаплашка.

чаплушка

то же, что чаплашка. Изванк. Кукша майра сĕтел тĕлне тăчĕ те, алăк патнелле пăхса ик аллипе пĕр пашалу, пĕр юсман, виç йĕкĕр уçă хунă тиркĕпе виç-тăват кашăк пăтă хунă чаплушка çĕклерĕ те, ак çапла калама тытăнчĕ. Чертаг., Якейк. Чаплушка (круглая чашка из дерева, глины).

чапруш

назв. узора. К.-Кушки. Чапруш (тĕрĕ): кумми тăват, пĕрчĕ хĕрлĕ, иккĕ шурă, ун варринче пĕр пĕрчĕ кăвак.

Чарту

назв. горы около Криуш, где по преданию Иван Грозный хотел построить город, но отказался, ибо гора высока, и трудно доставить воду. N. Чарту айĕ çинчен пур йăмах. Никит. Пирĕн ял патĕнче (Атăл хĕрĕнче) пĕр пысăк ту пур. Çав ту çинче ĕлĕк Хусана тытсилме кайнă чухне патша салтакисем тăнă. Çавăнпа ĕнтĕ çав туа Чарту тесе ят хунă. Вĕсем валли чăвашсем апат тăратнă (доставляли). Халĕ ĕнтĕ çав салтаксем пурăннă çемлянккă вырăнĕсем анчах юлнă, тата туне ку таринчченех Чарту тесе калаççĕ.

чар

остановить, задержать. А.-п. й. 85. „Чар, Иван, салтаксене, нимĕскер те тумастпăр сана“. Анчах Иван салтаксене юриех чармарĕ, тет. Ib. 71. Хай хуçа кашкăр тĕлне çитет те, ямшăкне лашисене чарма хушать. Ib. 19. Никам килесрен те хăрамасть пăшаллă этем, çавăнпа та йыттине нихăçан та вĕрме чармасть. Собр. Тухнă чухне кинин (у молодушки) урине виçĕ хутчен тытса чараççĕ. Регули 85. Эп паян каясса вăл кисе чарчĕ. N. Ку упа тусăн ĕçне пĕрене кăна чарса тăрать. Юрк. Чăвашĕ те хăне çапла чыкан арăмĕ аркинчен тытса чарнине курсан: сана мĕн кирлĕ, тесе чăвашла ыйтса пĕлет. Кĕвĕсем. Çĕр сумлăх хĕр илсессĕн, тытса чарма вăйăр çук. И. Тукт. Лаша аяккалла сиксе ӳкрĕ, анчах старик ăна çавăнтах тилхепинчен туртса чарчĕ. || Ставить (лошадей). Альш. Унта ытти тырă тиесе пынă çынсемпе пĕр тĕлелле чараççĕ лашисене. Изамб. Т. Лашине анин аял пуçне чарчĕçĕ. Поставили лошадь на нижнем конце загона. || Мешать. Букв. Чĕмпĕре çитсен анса çуртсене пăхса пыма чарĕ тесе, эпĕ çыхтармарăм. Юрк. Чĕмпĕре куçнăранпа нимĕн япала çырман халĕ, те масар тытăнаймастăп, паллă килте ача-пăчасем те чараççĕ. N. Сире укçа чарать-им? N. Мана çыру çырас тĕлĕшĕнчен чарас япала та пулман. Кн. для чт. 31. Карташĕнчи курăк çинче япала кустарсан та чараканĕ çук. Кама 8. Пирĕн чĕлхе çук-им? Ма чаран калаçма. || Унимать. Юрк. Кĕсем çапла çапăçнине тепĕр çын курсан, вĕсем патне чупса пырса тытăнать вĕсене чарма: пĕрне те, тепĕрне те çапма ирĕк памаст. ГФФ. † Качаки тохрĕ чармашкĕн. А коза ее (собаку) унимает. || Запрещать, воспрещать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. Кун пирки Андроновпа сăмах хускатсан вăл тӳрех: „Эпĕ чараймастăп!..“ — тесе ответлет. N. Çын чĕлхине чарас çок. Ст. Шаймурз. Çав вăрмана каснăшăн никама та чармастчĕç. N. Курăк-çаран чарса (когда запретили пускать скот на луга) икĕ эрнерен килсе пăхнă чухне питĕ лайăх, тикĕс, çăра ӳсетчĕ. Эльбарус. Ун чохне çарансене чарман, анчах чарасси патне çитсе пынăччĕ. N. Эрехрен, сăраран чарса та чарăнмастпăр. || Прекратить. Ой-к. Ман пата пĕр вилнĕ çын килет те, çавна темле чарас килессе, тенĕ. || Отказать. Букв. 1904. Вăл хăйĕнчен япала ыйтакана пĕртте чарман, çук çынсене пит пулăшнă. || Защищать. О сохр. здор. Тата вĕсем (деревья) вут-кăвартан та пăртак чараççĕ. Ib. Сивĕпе пăсăлас мар тесен, çуркунне çăпата та тăхăнас пулмасть, вăл нихçан та шыва чараймасть.

чарăн

остановиться. N. Ватă çын мар, каччă та унпа чарăнсах пуплет. Регули 571. Вĕремĕ чарăнчĕ. Кратк. расск. 19. Вĕсем çул çинче пĕр тĕле çĕр выртма чарăннă. Завражн. Пĕр виç чалăш аяла анса чарăнчĕ (аэростат). N. Чарăнса ларнă, остановились (часы). Толст. Пĕрре эпĕ хăна килне çĕр выртма чарăнтăм (остановился на ночлег). Трхбл. Эсĕ ăçта чарăннă? Ты где остановился? (на квартире). Юрк. Çул çинче ăçта çитнĕ унта çĕр выртма, е лаша çитерме чарăнсан тусан, хăйсенĕн урапи туртисене, ыран ăçталла каймаллине пĕлмешкĕн, ялан çав енелле тăсса хураççĕ. Ib. Çул çӳрекен çын Атăлпа иртнĕ чухне Шупашкар хулине курма чарăнат. Янш.-Норв. Акаласа пырсан-пырсан, пĕр хапха патне чарăнаççĕ те, хирсем пурте яла кĕрсе каяççĕ. (Хĕр аки). Конст. чăв. Эпир Одессара Пантедеймон монастыр килне чарăннăччĕ. || Приставать. Янш.-Норв. Ку пăрахут Шупашкар патĕнче чаранмас пуль. || Окончить. Артюшк. Старик вуласа чарăнсан (когда окончил чтение). Юрк. Пĕр авка çак сăмахсемпе чарăнса тăрам, сыв пул. || Прекратиться, закончиться. N. Чарăнас пек калаççĕ (о войне). Алших. Авăт, куккук, хытăрах, чарăнасси инçе мар. Синьял. Акăш вĕçет – çил чарнать, кăвакал чăмат — шыв типет; эп çак ялтан кайсассăн, мана çекен çын чарнать. || Воздерживаться. N. Кивçен парасран чарăнса тăр. || Янш.-Норв. Хĕр вăрри çавăнта часрах минчет тутарасшĕн пулса, вун тенкĕ çинче чарăнса тăмасть (за 10 рублями не стоит). || Перестать. ЧС. Выляса чарăнсан, эпĕ лашасене пăхма кайрăм. Васильев. Чăнах, чӳк тунă, анчах ним осси те полман: вилес çын чӳк тунипе чарăнман. Регули 1287. Чарăнмасăрах паян ĕçлерĕм. Собр. Шыв чарначчен ĕçсен, вĕçкĕн пулать. Никит. Икĕ малти шăл тухса ӳкес пек лăканаççĕ, ыратат тӳсмелле мар, ним тусан та чарăнмасть. Сарат. Хăçан эсĕ ман япаласене çĕмĕрме чарăнăн. К.-Кушки. Ку сăмахсене вĕсем пĕр чарăнми калаççĕ. Эти слова они говорят без передышки. Ала 85. Хĕрĕ темĕн чухлĕ ӳлесе макăрнă, чарăна та пĕлмен. ЧС. Çумăр çума чарăннăччĕ. N. Ӳслĕк чарăнсах чарăнмас-ха, пуç та çаплах ыратать. || Орау. Шывпа юхса анакан пĕрене çыран хĕрне пырса чарăннă. Якейк. Эпĕр Африккă çĕрне пырса чарăнтăмăр. Мы остановились у берегов Африки. Юрк. Насус ампарне курсан, ун патне пырса чарăнат та, пăхкала пуçлат. Конст. чăв. Пĕр кун çурăран эпир Константинополе çитсе чарăнтăмăр.

чара çона

дровни. Пшкрт. Пĕр ватă старик чара çонапала вăрманала пырат мĕнĕн.

чармак

человек с вытаращенными глазами. Альш. Чармак куç – с вытаращенными глазами. N. Чармак — пысăк куçлă çын. Тюрл. Чармак (куç), большие (глаза). Ск. и пред. чув. 113. Ури вăрăм, куçĕ чармак. Ст. Чек. Чармак куç (сарса пăрахнă). Сред. Юм. Чармак куç – пысăк куçлă çынна калаççĕ. Яндобы. Шăтăк витĕр пăха-пăха, куçăм чармак пулчĕ пуль ерипа; карта урла каçа-каçа пĕçĕм чармак пулчĕ пуль ерипа. || СТИК. Чармак йывăç = темĕскерле чармакаланса ӳссе кайнă туратлă йывăç (корявое дерево). А.-п. й. 31. Çул хĕрринче пĕр армак-чармак йăвăç ларнă. || Прозвище жадного человека. Альш. Этем япалине сăхланакан çынна чармак, чармак куç теççĕ.

чармака

разогнутый. Хурамал. Чармака пĕкĕ — сарăлса кайнă пĕкĕ. Ск. и пред. чув. 22. Пĕр çын ларать, чĕр шуйттан, чике тăрăшшĕ ватă çын вут пек хĕрлĕ сухалпа, мăйракисем çĕр вăкăрин, юплĕ юплĕ чармака. Чăв. й. пур. 5. Пысăк кăвак чармака куçлă.

чартак

чердак, балкон. Тайба Т. Хĕрелсе хĕвел пăхнă чух, хĕр çывăрат чартакра. || Шалаш на дереве, устроенный для ночевки в ночном. || Сунчел. Ст. Чек. Чартакс = çул кĕлет. || Чертаг. Чартак — пӳрт маччи. || СПВВ. ФВ. Чартак – перила. Сред. Юм. Чартак – решетка. || Янш.-Норв. Чартак, забор. || Сруб над могилой у язычников – чуваш, забор вокруг могилы. Paas. || N. Пуян çынăн чартак тутараççĕ, икĕ урапана пĕр çĕре лартаççĕ те, ун çине чартакне хураççĕ, чартакĕ пĕтĕмпе пӳрт манирне килет, алăкĕ те пур, чӳречи те пур, унăн ăшне хуçисем кĕреççĕ, тăррине чартакне тăвакана лартаççĕ, ăна ан ӳктĕр тесе вĕренпе çыхаççĕ. Унта вара çӳлте ларса пыракан çынине пĕр путылкка эрех тыттараççĕ. || Телега для возки снопов. СТИК. || Назв. местности около Юнги (около местности Маккар. Н. Бурнаши. || Назв. дер. Чердаки (Аликовск. р.).

Кукша Иван Чартакĕ

назв, части леса. Сунчел. Çав вăрманăн пĕр кĕтессине Кукша Иван Чартакĕ теççĕ. Çав кĕтесре пĕр Иван ятла çын çакăнса вилнĕ.

чаршав

занавеска, завеса. Чураль-к. Манăн умри кĕмĕлĕм Атăл çутти пултăр-и; манăн çири чаршавăм Атăл çитти ай пултăр-и. (Из сказки). К.-Кушки. Савнă тусă тĕпелте, шур пĕркенчĕк айĕнче, улача чаршав ăшĕнче. КВИ. Хĕрлĕ чаршав хыçĕнче пĕрхенчĕклĕ хĕр ларать. Янтик. Санăн савни çӳл кĕлетре, улача чаршав ăшĕнче, ылттăн укçа шутлатчĕ. N. Вырăн çине чаршав карса хунă. Юрк. Кăлавипе писсăрĕ чаршав хыçĕнче, пытанса тăнă пек, пĕр чĕнмесĕр шăппăн кăна тăраççĕ. Шел. З2. Кантăксене пурне те карнă шур чаршавсем. Альш. Унта шăналăк пекки мĕн карат: кара тăран чаршав теççĕ. || С. Айб. Чаршавра виçĕ тĕслĕ çимĕç пур.

часах

тотчас, сейчас, в сию минуту, очень скоро. Ал. цв. 13. Часах аслă хĕрĕсем те чупса пыраççĕ. Юрк. Эсĕ янă укçана илсен, эпир епле тырăсене часах выртарса илтĕмĕр. Ib. Вăл çапла кула пуçланине курсан, кăсем те савăнаççĕ: акă чăваш арăмĕ часах ташлама тытăнат пулĕ тесе. N. Килте ача-пăча чирлесен часах юмăçа каятчĕç. N. Мĕн тумаллине шуйтан часах кăтартса панă. ЧС. Пăвара нумаях пурăнайман çав луç, часах вилнĕ, тет. N. Халь анчах килтеччĕ-ĕç, лепле часах тохса кайнă. N. Улпутсем каллах хĕç-пăшала тытăннă. Анчах Иван Безземельный часах вилмен. Ой-к. Пĕр аслă кинĕ калат, тет, эпĕ вăсене часах вĕлерме пултарап, тет. Яжутк. Вара (хуçи) Ивана пĕр паршине пачĕ, тет. Вара часах сутса пачĕ, тет. Бес. чув. 10. Эпĕ часах параймăп çав. Сет-к. Часах йор çăвассăн тойăнмасть. N. Оппой, ку пасартан тавăрăннă та ĕç! Лепле часах тавăрăнтăн. N. Эпĕ кунта киле часах каяймастăп, эсĕ пушă вăхăтра каймасăр ан юл. А.-п. й. З4. Часах тиллине те курнă. || Почаще. N. Çыру часах ярăр.

чатăртат

издавать звук чатăр. Альш. Нимĕнĕ те çунман, тет, пĕр çӳçĕ ĕнсе кайса чатăртатса çу тухса выртнă, тет.

чатăр

шатер, палатка, шалаш, беседка. Образцы 26. † Чатăр айĕнче ӳснĕ эпир. Ск. и пред. чув. 28. Çуркуннехи пĕлĕт кăн-кăвак пĕлĕт чатăр пек ăна (хĕвеле) витсе çеç тăрать. Ib. 98. Кăвак пĕлĕт чатăр пек. N. Кунта виçĕ чатăр карар. Устроим здесь три шатра. О сохр. здор. Тата хăш чухне чатăр тăваççĕ. Чатăра та хушă (шалаш) пекех тăвас пулать. Юрк. Чи аслă улпучĕ, хăй салтакĕсенчен пĕр энерех кайса, чатăр ăшне кĕрсе выртат. Трхбл. Çурăм пуçсем килет ай шуралса, шурă чатăр карса чарнас çук. Кильд. Чатăр картăм улăха, типтĕр терĕм хĕвелпе. Калашн. 26. Тĕве каçан хушшинче пырать чӳхенсе çӳремелли чатăрсен йăрăм аркисем. Мотаясь, висели меж твердых горбов узорные полы походных шатров. || Полог. Якейк. Чатăр вăл мăн шăналăк, онпа çулла тола вырăн (постель) тăваççĕ. || Н. Седяк. Чатăр, вĕçен кайăка тытмалли. || ЙФН. Пичи, лаша кӳлсе пар, инке, чатăр кӳртсе пар, атьăр каяр улкаша. || Белая Гора. Чатăр сурпан кӳтĕмĕр, пуçĕ тавра яврăмăр, укçалă хушпу кӳтĕмĕр, пуççи тăррине лартрăмăр.

чаш

(ч’аш, цаш), подр. шипению. ЧС. Насвуспа сирпĕтеççĕ те, пĕренесем чаш! тăваççĕ. N. Çичĕ ютăн картишне хура юманпа çавăрнă, хура çĕлен илешнĕ, кĕрсессĕн те чаш тăвĕ, тухсассăн та чаш тăвĕ, епле тухса çӳрĕп-ши. (Хĕр-йĕрри). К.-Кушки. Хурăнлăхра çĕленлĕх, кĕрӳçĕн те чаш тăвĕ, тухуçăн та чаш тавĕ. N. Ютсен пахчи хăмăшлăх, хăмăшлăхра çĕленлĕх; кĕрсессĕн те чаш тăвĕ, тухсассăн та чаш тăвĕ. N. Ютăн картишĕ юманлăх, тухсассăн та чаш тăват, кĕрсессĕн те чаш тăват. (Хĕр-йĕрри). || СТИК. Витрене чаш! тутарчĕ (выплеснул воду из ведра). Сред. Юм. Пĕр витре шыв ăсрăм та, хыçалтан пырса чаш тутартăм. Букв. 1908. Вăл чарăнчĕ те кушакпа йытта шывпа чаш! тутарчĕ. Ст. Чек. Чаш тăкат, выливает сразу, с звуком. || N. Чăпăрккăпа чаш тутарат (ударяет). ПТТ. Хулăпа чаш тутарат (ударяет, на Сĕрен). Сред. Юм. Холăпа чаш тутарайчĕ пĕррĕ лашине, туххăм таçта каяйса кĕчĕ. Г. А. Отрыв. Чаш-чаш, чаша кĕлтия кĕлти, тӳп-тӳп, тӳпе кĕлтия кĕлти. (Тырă тӳни). || Ямаш. Чаш! чаш! Чашлаттараççĕ (час çораççĕ). {{anchor|DdeLink11929948977395}} || N. Вăл сăмсан чаш ӳсĕрсен çутă курăнать, ун куçĕсем çурăм-пуç çути пек. || Густо, как щетка. Орау. Ку çăмăр хыççĕн калчасам чашах персе тухрĕç. После этого дождя всходы взошли густые, как щетка. Ib. Çурăмăнче шăрчĕсем чашах (торчат, как щетина, у блохи).

чашлат

шипеть, шуметь. N. Пĕр вăкăр хĕрĕх çĕртен чашлатать. (Мунча чулĕ çине ăшши пани). КС. Шыв вĕри чул çинче чашлатать (слабее: чăшлатать). Ib. Чашлатса тухать, вытекает с шипением, напр., зельтерская вода (пăчăртатса тухать, если слегка приоткрыть пробку). N. Сахăрлă кăвас кĕленче çăварĕнчен чашлатса тухать. Чĕлкаш З8. Пуçна çурса пăрахăп... тесе çĕлен пек чашлатнă. N. Каскалăхра çĕленлĕх, кĕрĕпĕм те чашлатать, тухăпăм та чашлатать. || Сред. Юм. Çорконнехи вăйлă шыв йохнă чохне чашлатать (чашкăрать). || Журчать. Дик. леб. 45. Çӳлелле çапса тухакан шывсем чашлатса сирпĕнсе тăнă. В высоких мраморных покоях журчали фонтаны. Сред. Юм. Пирĕн çăл пит вăйлă та, чашлатни таçтанах илтĕнет.

чашлаттар

понуд. ф. от гл. чашлат. ЧС. Пĕр хитре хура тумтирлĕ çын насус пырши вĕçĕнчи кĕпçерен тытнă та, пушар çинелле чашлаттарать анчах. Ал. цв. 27. Çӳлелле чашлаттарса тăракан шывсем чарăннă. Якейк. Чӳкле выльлянă чох пĕр-пĕрне шупа чашлаттараç анчах. Ib. Прик-виççĕ чашлаттар-ха, ăшă пĕре те çок (прик-виç корка ăшă пар-ха). || КС. Хулăпа чашлаттарчĕ. Сред. Юм. Йорпа уткаласа тăракан ачасĕне çона çинчен анса пĕр-иккĕ чашлаттарчĕ те, ачасĕм таçта тарса пĕтрĕç. || КС. Йĕтеме, урайне шăппăрпа чашлаттарса шăлаççĕ. || КС. Ĕне пăрланнă шыва чĕлхипе чашлаттарса çулать. || КС. Эпĕ пĕр паккус чашлаттарса тухрăм. Сред. Юм. Пахчара пăртак ĕнер çăлса пĕтерейменни утă порччĕ те, çавна тохса чашлаттарса пăрахрăм (выкосил). || КС. Пăчкăпа чашлаттарнă сасă илтĕнет. Слышится (издали) шум пиления. || N. Мĕскĕн выльăх-чĕрлĕхсем, ĕнесемпе сурăхсем чашлаттарса çиеççĕ. || Малт. ик. вĕр. фиç. 113. Пĕлĕтрен чашлаттарса çăмăр çăвать. КС. Çăмăр чашлаттарса çăвать (шуршание с шипением). Шурăм-п. Çумăр хытăран хытă чашлаттара пуçларĕ. Н. Тойдеряк. Шыв ăсаççĕ те кама курнă ăна чашлатараççĕ. КС. Пĕр ывăç сĕлĕ илчĕ те, мана питрен чашлаттарчĕ. Ах ыраттăрĕ-çке! || КС. Сӳсе чашлаттарса шăртлаççĕ. Кудель чешут щеткой, при чем слышится своеобразный шум. || О санях по мягкому снегу. Paas. || Валять (т. е. писать на скорую руку разл. вещи).

чашкăр

подр. шипению змеи, шипеть. N. Çĕленĕн чашкăрса çӳрет. Ходит и шипит, как змея. Такмак З. Унăн виçĕ витре кĕрекен сăмавар пур, вуник пуçлă çĕлен пек чашкăрса ларать. Сред. Юм. Вĕресе тохнă сăмавар чашкăрса ларать. Ib. Сăмавар ăшне вăт чăртсан сăмавар чашкăрать. СТИК. Çатма çине çу сĕрсе икерчĕ пĕçернĕ чухне çатма чашкăрать. КС. Çу вĕри çатма çинче чашкăрать, шачăртатать (потрескивает). Юрк. Вăрçнă чӳхне çĕлен пек чашкăрнине курсан, çĕлен юлашки çакланнине те сисет. N. Хуп кĕпер çинче пĕр чашкăрса выртакан хура çĕлен куртăмăр. (Мăн кĕрӳ такмакĕ). Ст. Чек. Чашкăрса çĕлен килет (шипя). Якейк. Вĕре çĕлен армантан тохса пирĕн çипа чашкăрса иртсе кар. || Дуть (о ветре). Шурăм-п. Иллим кунĕ çил вĕрсен, çулталăкпех çил чашкăрать, теççĕ. || Шуметь. Н. Байгул. Чăрăш тăрри чашкăрсан, çил тухат. Альш. Хăш-хăш пахчара хăвасем сарăлса ешĕрсе чашкăрса лараççĕ вара çула шыв хĕррипе. Байгул. Хумăш тăрри чашкăрсан, çил тухасси çавăнтан паллă. Сред. Юм. Çôрхи шыв чашкăрать. Ib. Çорконне шыв чашкăрни тастан илтĕнет. || Толст. Йăмра чашкăрса вутпа çуна пуçланă. || Ст. Чек. Чашкăрса çумăр ярать (о проливном дожде). || Сред. Юм. Паранк аври çак çăмăртан вара пит чашкăрса кайрĕ (сильно пошел в рост). Кан. Сĕлĕсем, урпасем, тулăсем, йĕтĕнсем тем пекех чашкăрса лараççĕ кунта. || Хорачка. Вĕтрен сăхсан ӳт чашкăрат. Пшкрт. Алă (тĕрт) чашкăрат (зудит от жара).

Чашлама

ст. Чешлама Казанск. ж. д. || Назв. д. Чашламиной. || Назв. ключей. Ст. Чек. Чашлама — пирĕн ялти çăл. Шывĕ шăнкăртатса выртать, чул хушшисенчен тухса, чулсем тăрăх юхнăран, шывĕ хăтă. N. Чашлама – çăл (родник). Вырăслайран (поле) питĕ вăйлă çăл Чашлама юхса анать. N. Чашлама, назв. ключа с левой стороны р. Ары около д. Н. Исаковой. Анчиково. Чашлама, родник, источник, болотное место. Чув. Тимяши. Чашлама — место, где раньше происходили моления о даровании дождя (уй-яук). Ст. Чек. Вырăс çул çинче Чашламара кĕçĕн киремет. Чув. Кулатка. Чашлама (улăх). Унта пĕр çăл питĕ чашăлтатса юхать. || Назв. реки Нуржавля. Н. Айб.

чашт

подр. удару кнутом. N. Патша хĕр патне çитерех Иван лашине чашт çапнă. И. Тукш. Конвоир, хăйне хисеп туманнипе вĕчĕрхенсе кайнăскер, чаштах (чашт+ах) тутарса тиверчĕ старик лашине хыткан купарчинчен. N. Пичĕшĕсем пăрнайман та, виççĕ чашт, чашт çапса хăварнă. || Подр. звуку плесканья, подр. выплескиванию воды. Етрух. Усем хапхаран тухса кайнă чухне нимĕн пăхмасăр пӳртне чупса кĕрет те, пĕр курка тăрă шыв илсе тухса, урамалла чашт сапат. Ib. Пĕр курка сивĕ шыв ăсса илет те, алăкне чашт сапать. Почерпнет ковшик холодной воды и плеснет ее на дверь. Альш. Пĕри кашăкпа салма шӳрпи ăсса пырать те, кашма айĕнчи çынсене чашт сапать. Çиç. çиçрĕ кĕм 69. Ку чашт! тутарчĕ питтунран. Он плеснул из бидона. || КС. Сĕтеле алшăллипе чашт! шăлса илчĕ. Вытерла стол одним движением полотенца. || Подр. бросанию зерен при сеянии. N. Кунтăкне тырă тултарчĕ, мăйне çаккăрĕ, чашт! чашт! тутарса акса карĕ. Насыпал в лукошко семян (жита), повесил его себе на шею и пошел, разбрасывая бросками шуршащие семена. || Встр. в сочетании: чăш-чаш.

чея

хитрый. Пштушк. N. Чеяпала чея никçан та пĕр-пĕрне улталас çук, теççĕ. Хитрому хитрого не обмануть.

чее

хитрый, изворотливый, лукавый, льстивый. N. Тилĕ пек чее, хитрый, как лиса. Образцы. 21. † Пирĕн кас каччи пит чее. КВИ. Чее маттур каччисем вĕсен хыççăн юлмаççĕ. Калашн. 10. Малтан кай, чеерех евĕче пуççап. Прежде свахе смышленой покланяйся. Ал. ца. 26. Вĕсем чее шухăш, чее те пит усал шухăш тупса хунă. N. Чее çыннăн куç саккăр сăвать. У хитрого глаза (сразу) восемь раз обмеряют (сосчитает). КАЯ. Шухăшлама пуçласанах мана пĕр чее шухăш килсе кĕчĕ. Хорачка. Чее çын – йăпăштах ларат, ним те чĕнмест, ялсам халапня вăрласа ларат (потом перескажет другим). Юрк. Калаçаççĕ кăсем кушак çинчен: вăл епле чее те, шăши хыççăн пит хăвăрт чупкалани çинчен. Букв. 1900. Чее кушак кайăк тытать, мăнтăр кушак пӳртре выртать. А.-п. й. 30. Анчах такасем чеескерсем пулнă. || Хлын, лентяй. || Хитрость. N. Чеепелен нумаях пурнаймăн, теççĕ. Хитростью долго не проживешь. || Чуткий. Ст. Шаймурз. Сирĕн савнă туссем чее мар иккен, ури çине пусрăм, сисмерĕ.

чейник

чайник. Кан. Пĕр-пĕрне чейникрен шыв ярса çăвăнатпăр.

чемчеке

дрянная вещь. СПВВ. ТМ. Чемчеке — начар тунă япала. Ib. Чемчеке тесе йĕрсе çӳрекен ача-пăчана калаççĕ. Ib. Чемчеке — тĕрексĕр япала, пĕр-пĕр çын начар тенкел е сĕтел тусан, ай-ай, ку сĕтеле ытла та чемчеке тунă, теççĕ.

черет

очередь. N. Пĕр пӳрократ çапла каларĕ, тет: „ Эсир, ыйтусем, нумай, эпĕ пĕччен, черете тăрăр“,— тесе каларĕ, тет. N. Армана çитсессĕн пире черет час тимерĕ. Черечĕ пысăкчĕ. N. Черетпе параççĕ. Черетрен килтĕм. Б. Олг. Хама черет кисен, кайăп,– тетĕп эпĕ. Чуратч. Ц. Унтан икĕ ача хăйсен черетне персе иртерсе ячĕç те, пирĕн пемели черет çитрĕ. Кан. Черечĕ пин патнелле, тесе ăсатса яраççĕ. УМ. Хуркайăк пек карталанса черет кĕтсе тăтăмăр. || СТИК. Пирĕн кĕтӳ кĕтме кĕтӳçĕ тытнă чухне, ăна касăпа пухăнса тытаççĕ. Кĕтӳçе çу каçиччен пĕр 40–50 тенке тытаççĕ. Çак укçана вара черет тăрăх уйăрса тӳлемелле тăваççĕ. Кĕтӳре пĕр 80–90 черет пулат. Кашни черете 4 сурăх кĕрет, ĕне хăй пĕр черет, путексене, пăрусене, такасене унта шутламаççĕ, вĕсемшĕн тӳлемеççĕ, мĕшĕн тесен вăсем амăшсенчен ăрасна çӳремеççĕ, такасем сурăхсенчен уйăрăлмаççĕ.

черке

чарка, рюмка. Юрк. Пĕр-ик-виç черке ĕçсен хăех тӳрленет, тет ку. Чăв.-к. Хĕп-хĕрлĕ чĕрешĕн йĕре-йĕре ик черке пек куçма пĕтертĕм. Сред. Юм. Пит пысăк, старав куçлă çын куçне: куçĕ черке пик, теççĕ. Ядр. Эрех черки симĕс черке.

черкке

чарка, рюмка. N. Эрех черкки, рюмка для вина. Изамб. Т. Черккепе эрех ĕçеççĕ. В. Олг. Пĕр черкке ĕçрĕм. ГФФ. † Эпĕр конта килтĕмĕр çут черккине шыраса. Мы приехали сюда, отыскивая светлую рюмку. N. † Киле каяс темесен эрех черкки памĕçĕ. N. Эпĕ сирĕн пата çитсе ĕлкĕреймесен, маншĕн лешне пĕр черккине ӳпнех ӳпĕнтерсе яр вара. Йӳç. такăкт. 51. Ан хута кĕр черкке мурĕсене. || Ст. Чек. Черкке куç = чармак куç.

черккеле

пить. Капк. Ĕçне пĕтеричченех ку пăчка виç четвĕрт те пĕр пулштухла сутса черккелерĕç.

чечек

оспа. N. Пĕтĕм çемьемĕрпех чечекпе выртрăмăр. Все перехворали оспою. Сборн. по мед. Авал халăха нимĕнле чир те чечек чухлĕ пăсса пĕтермен, нимĕнле чир те ăна ун чухлĕ вĕлермен. N. Тĕлĕкре мăйăр е пăрçа çисен, чечек тухать, теççĕ. (Поверье). К.-Кушки. Чечек; яла лĕкĕр килчĕ ачасен аллисене касма (прививать оспу). Ст. Чек. Чечекĕ сӳне пуçларĕ ĕнтĕ. Оспа стала сходить. || Оспина. О сохр. здор. Кайран пӳр сĕрнĕ вырăна пĕр ик-виç чечек тухать.

чечеклĕ

больной оспою. О сохр. здор. Чăвашсем чечеклĕ çынна пăхсан (если на него смотрят) куç ӳкет тетчĕç, çавăнпа вĕсем чечеклĕ ачана пĕр-пĕр кĕтесе чаршав карса выртаратчĕç.

чечче

оспа. N. Чечче касаççĕ. Оспу прививают. Тюрл. Хĕрлĕ чечче, шолтăра чечче. Череп. Чеччине чирлесе ирттернĕ. Чебокс. Пĕрре çак ман йăмăк питĕ йывăр чирпе чирлерĕ те, чечче тухса пĕр эрнеренех вилчĕ. Сборн. по мед. Чечче çинчен Дженнер ялта пурăнакан çынсемпе нумай калаçнă.

чешмеш

знач. не выясн. Етрух. Вара çав ялта пĕр виçĕ е тăватă çын тупăнать чешмешисем, вĕсем вара калаççĕ: яла чир килчĕ, ĕнтĕ темĕн курăпăр-ха.

чыкан

(чыҕы̆н), набиться. Хорачка. Хапкая чыкăнса ларса (пилĕкĕн, олттăн, воннăн), застряли. Ib. Ой, халăкă пĕр çĕре чыкăнса ларса теччĕ (много).

чылли

целый. Рак. Пĕр куршак сĕт чылли ларатчĕ, такăш ĕçсе янă ăна. Ib. Чыллинех тупрăм (четверть вина целую принес).

чыс

почет, уважение, честь, слава. Шел. II. 52. Хăшĕ пысăк чыс курать, хăшĕ пулать çын кулли. Истор. Эсĕ мана вăрттăн Ярополка тытса пар, эпĕ çавăншăн сана ĕмĕр чысра усрăп, тенĕ. Чăвашсем 10. Анчах эпир хамăр сан чысна пĕлейместпĕр (не умеем тебя достаточно уважить). Собр. Эсирех те ватă, эпир çамрăк, сире пуççапмасан чыс пулмĕ. Образцы З5. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чыс парĕç. Ib. З2. † Пире тăван кĕтет хай чыспала. || Вежливость. || Хороший прием. Кĕвĕсем. Çак тăвансем килсессĕн чыс пара пĕлмесĕрех ăсатрăм. Баран. 19. Тусăм, сана чыс кăтартам. Ала 14. Ах хăнаçăм тантăшăм, пирĕн чыса ан çухат! Пирĕн чыса çухатсан, хăвăн чысă çухалĕ. (Хĕр сăри). || Угощение. Такмак З. Çав мунчаран тухнă çĕре çак хăта чыс хатĕрлет. Образцы 61. † Ай-хай пĕр хăтаçăм, тăхлачăçăм, кĕрекĕрсем витĕр чыс çапнă. Собр. Пӳртĕрсем шурă, саккăр сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ. И пушă та юлмĕ, мĕн те юлмĕ, сĕтеллĕрсем тулли чыс юлĕ. N. Чейне те ĕçтерет, чысне те лартать. Бур. Ял çине тухсан ятăр пысăк, килĕре килсессĕн чысăр пысăк. Туй. Туй евчĕ патĕнче чух евчĕ хĕр ашшĕсем патне пырать те калать: сирĕн чыс çитри? умăра пурте тулли пулчи? тет. Леш калать: мана хăтаран чыс çитрĕ, тет. || Пирушка. Туй. Тата виççĕмĕш чыса хатĕрленĕ виçĕ çулхи кăркки пулнă (у него). Такмак 2. Унăн иккĕмĕш чыса хатĕрленĕ пилĕк çулхи хура така пулнă. || Сред. Юм. Таса мар алпа тытса ĕçме-çименне чысне яраççĕ.

чыслă

почтенный. || Опрятный. Пухтел. || Аккуратный. ЧС. Çавăнпа чыслă, сыхланса çӳрес пулать тесе вĕрентсе яраççĕ. || Кратк. расск. 26. Пĕр-пĕрин патне пухăнса чыслă калаçса, савăнса ларнă. || Вежливый.

чыхăн

захлебнуться, поперхнуться, N. Çăкăр тĕпренчĕкпе чыхăнтăм. Поперхнулся крошкой хлеба. Хурамал. Чыхăнчĕ, захлебнулся (напр., при питье воды), поперхнулся N. Чыхăнса кай, захлебнулся. Чуратч. Ц. Чыхăнса кайрăм, поперхнулся. N. Апат çинĕ чухне апат тип карланка кайсан, çын вирлĕ ӳсĕрсе ярать, ăна вара чыхăнать теççĕ. Йӳç. тăкант. 32. Хăй, эрехпе чыхăннă та, нимĕн те калаймасть. Бгтр. Çын, апат çинĕ чух пĕр май чыхăнсан, нăмай пурнаймасть, теççĕ. Шел. 48. Хăшĕ-хăшĕ ханшине чыхна чыхна çăтаççĕ. Изамб. Т. Хăш тĕле васкатăн, чыхăнатăн. Куда спешишь (есть), поперхнешься. Ib. Чыхăнса вилнĕ, захлебнулся (или поперхнулся). N. Шутласан чыхăнать ман типĕ пыр. || Подавиться. Ск. и пред. чув. 47. Чыхăн ĕнтĕ, çăхан куçĕ! || Задохнуться (дымом). Альш. Тĕтĕмпе чыхăнса вилет (она). Ib. Чыхăна чыхăна кĕрсе кайрăмăр эпир тĕтĕм витĕр урамăн леш енне. Истор. Тĕтĕм ашĕнче пăртакçах чыхăнса вилмен. Шăна чир. сар. 7. Чыхăнса хăстаракан ӳслĕк.

чыш

тыкать, толкать. А. Турх. Вăл мана йĕппе чышрĕ (ткнул). Пшкрт. Çĕçĕпе чышас, ткнуть ножом. Изамб. Т. Тĕнĕре калаçни илтĕнсен турчăкапа чышса çапла калăр... ПТТ. Çапла (патакпа) чыша чыша антарса хĕрĕх витре шыв пĕр те сарăлса каймас, мĕн яни пур те тупăках анса каят. Альш. Карчăк чĕнет чĕнет те, йĕппе чышма хăрат, уласа йĕрет, тет. N. Пӳрт алăкĕнчен тухнă чух пӳрт алăкне виç хут тупăкпа чышаççĕ. Еково. Пуçне чышать. Тычется головой (лошадь). Шел. 76. Юпасене... шыв тĕпнелле чышаççĕ (втыкают). || Тыкать кулаком, ударять, бить кулаками. N. Чыша чыша яраççĕ. КС. Чыш чышкăпа, бить кулаком (çап не говорят). Ашшĕ-амăшне. Кĕркури каланă: çитĕ ĕнтĕ, хăна пултăм (погостил), ĕнсерен чышса хăваласа кăларса яни кăна çук ĕнтĕ, тенĕ. Изамб. Т. Аяк пĕрчинчен чышсан ыратат, Çĕнтерчĕ 21. Сĕтеле чышса ан калаç. ТХКА 16. Пирĕн ял претçетаттĕлĕ пĕркун пухура Çмирнов Михалине сĕтеле чыша чыша вăрçать. Бур. Лешĕ ăна илтнĕ те, пырса чышсах антарнă. || Набивать (мешок). N. Акă тухать чӳшекки, улăм чышса тунăскер. Тюрл. Чыш, набивать (мешок). ГТТ. Мăкăсене те чышман. Баня не пробита. Вĕлле хурчĕ З2. Вĕллесене икĕ стеналлă, хушшине япала чышмалла, е тачка хăмаран пĕр стеналлă тăваççĕ. || СПВВ. Чăпта чышас. ЧП. Чышса пăрахнă чăпта.

чышкă

кулак. Кан. Сута пынă çынсене сĕтел çине чышкăпа çапса ятлать. N. Хайхи арслан тытăннă хăйне хăй пысăк чишкисемпе пеме, чĕрнисемпе тăпăлтарма. Кан. Çтена виттĕр чышкă кĕмĕллех шăтăксем янкăрах курăнаççĕ. С.-Устье. Санăн чышку минче кĕренке? Орау. Чышкине чăмăртаса пуç айне хунă, çыврать. Ск. и пред. чув. 31. Янтрак вĕсене, пăртакçă утсан, чышкипе çеç юнаса хăварчĕ. И. Тукт. „Ну, ну, ут малалла!“— чăртмаххăн аяккинчен чышкипеле тĕртрĕ конвоир Ульянана. || Удар кулаком побои. Орау. Хăна ху чышкă çыма ма каян унта? ГФФ. † Сик, сик, матка, çоммарах, чышкă çиякань эс анчах. Сядь поближе, жена, ведь только ты и получаешь (от меня) колотушки. || Дубина. Кан. Эс саппаслăха пĕр-пĕр чышкă хатĕрлесе илсе пыма ан ман вара! Каллех килсе мĕн тухсан кирлĕ пулĕ.

чи

частица для образования превосходной степени: самый, очень, весьма. N. Чи пысăк, самый большой. Чи малтан, с самого начала, прежде всего. Дик. леб 44. Чи кĕçĕн пиччĕшĕ йĕрсе янă. Ib. 46. Ташă ăстисене чи илемлисене чĕнсе пуçтарма хушать. Ib. 43. Чĕлхӳ çинчен ĕçĕрĕннĕ чи малтанхи сăмахăвах пиччӳсен чĕрине хĕç пек витĕр касса тухĕ. Ib. З8. Çавăнтан вĕçсе каçса килме халĕ те пирĕн çулталăкра икĕ чи вăрăм кун суйласа илмелле. Ib. 37. Чи варринче анчах шывран пĕр шĕвĕр чул тухса тăрать. Ib. 34. Хăй вăрманти чи чăтлăх çĕре кĕрсе кайнă. Скоро она зашла в самую чащу леса. А.-п. й. 76. Эсĕ чи пысăк арчуна пушат-ха. Ты опростай самый большой сундук. Ал. цв. 16. Юратнă кĕçĕн хĕрин сылтăм аллин чи кача пӳрнине тăхăнтарать. Юрк. Армана чи кайран пынă çын, çав сăмаха калама пĕлнĕ пирки, чи малтан ырашне авăртса кайнă. А.-п. й. 114. Тепĕр çултан Кĕркури чи лайăх тракторист пулса тăчĕ. Хумма Ç. Чи юлашкинчен вăл хăй сăмахне çапла пĕтерчĕ. Изамб. Т. Чи кайран хуратулпа кантăр акаççĕ. Вишн. 74. Чи çиеле каллех пĕр вершук кăмрăк, ун çине тепĕр вершук хăйăр сарас пулать. ПТТ. Арçын ачасем чи аван тумтирсене тăхăнаççĕ. Етрух. Чи малтан пуçланă чухне пур ачасемпе уя тухса вут пит вăйлă хураççĕ. Регули 1419. Чи вăхăтрах килтĕм. Ск. и пред. чув. 108. Кĕтет ялти Тимккана чи çур-çĕрĕн тĕлĕнче. СПВВ. БМ. Чи = чăн, самый (для выражения превосходной степени): чи малтан, прежде всего, чи лайăххи, самый лучший. N. Тăвăн чи тӳпинче, чи шăрăх вăхăтра. Эпир çур. çĕршыв 25. Чи хули кăнтăр вĕçĕнче мăн çулпа пырса кĕнĕ çĕрте. N. Чи тӳпери çич çăлтăр, çиччĕ çавăрса каласан сăвап пулать, тет.

чие

вишня. N. † Хамăр ялсем, ай, хĕрсем хĕвелпе пиçнĕ, ай, чия пек. N. † Çӳлĕ пĕр ту çинче, ай, пĕр чия.

чие

вишня. Пазух. 29. † Эп анмăттăм аслă шыв хĕррине, шыв сулхăнпе пиçнĕ те чие пур. Ib. 19. † Пирĕн тантăш пике пек, икĕ пичĕ чие пек. Образцы 72. † Икĕ пичĕ чие пек, татса çиес çырла пек. Ib. 30. † Çӳлĕ тусем çинче те пĕр чие, тата хăçан пулĕ-ши çĕр чие? Ib. 16. † Чие, чие тиеççĕ, аври çинçе тиеççĕ. СПВВ. Чие — чей çырли. Букв. Чие вăрманта та, пахчара та ӳсет.

чик

совать, всовывать, сунуть; втыкать, вонзать всаживать. N. Хутаççа чик. N. Виç çĕр тенкĕ укçа чиксе кайрĕ. Салагаево. Пашалу çине тăвар, кăмрăк чикĕççĕ. N. Çынни пилĕк çĕр тенкĕ укçана илсе чикрĕ, тет те, юлташĕ патнелле уттара пачĕ, тет. Орау. Кĕпине чĕркуççи айне хĕстерет, çĕввине кĕпи çумне чиксе хурать те, унтан çĕлет. N. Ак эп сана тытса пуçна юр çине чикем. Орау. Кашни аллисене хурана чикеççĕ. Каждый сует в котел руки. N. Турчăка пур çинче алла вута чикмеççĕ. Коли есть кочерга, в огонь руки не сунешь. N. Алăк хушшине ална ан чик, теççĕ. Не суй руки между дверью и косяком. Пазух. 21. † Шур çăмартан çĕвви çук, йĕп чикме те вырăн çук. ТХКА 126. Сарă мăйăр, хĕвелçавнăш кĕсе кĕсе туллиех хĕрсемпеле каччăсем чике-чике тултарнă. Ядр. † Пирĕн ялăн хĕрĕ тесен пар лашуна кӳлсех тух, икçĕр тенкĕ чикех тух, ху тиек пек пулса тух. Çутт. 20. Тĕм кутне пуçа чиксе выртрăм. Кан. Е шетникрен тӳрех аллипе чиксе куçне çăваççĕ. N. Тата эпĕ кунта картăчкă ӳкернĕччĕ те, чиксе çуресе варланса пĕтрĕ. || Вложить. N. Пиçмо янă чух пиçмо çине пĕр кăранташ чиксе яр. || Укунуть. Истор. Вилнĕ çынсенĕн чĕрисене кăларса илсе шыв çине чикнĕ. || Уткнуть. ФН. Пуçне (лицо) çытар çине чикрĕ (уткнул). )| Подоткнуть. Орау. Утиал хĕрне ман аялла чик-ха (подоткии под меня одеяло). || Изамб. Т. Ăна аялти (кто внизу) улăм чиксе парат. ТХКА З6. Çăмахне шăрпăкпа чике чике çирĕмĕр, питĕ тутлă пулчĕ. || Сплести пальцы. N. Аллисене пурнисене хире хирĕç чикнĕ те пырать. || Кодоть. N. Йĕплĕ хулă чикет. Шиповник колется. N. Ĕç хытă та, çавах та чикмест, теççĕ. Работа жестка, но все-таки не колется. Ск. и пред. чув. 112. Йĕп чиксе те куç курмасть. Хоть иголкой (глаз) выколи — ничего не видно. Ал. цв. 6. Унăн тавра куçран чиксен те нимĕн те курăнмасть. Тогаево. Çĕрле полсан шуйтан çурисем темиçен анчĕç, тет те, çак каскана Иван тесе атă пăрисемпе чикме пуçларĕç, тет, чиксен чиксен вара охса карĕç, тет. (Из сказки). Букв. 1908. Чĕрĕпĕн йĕпписем чикнĕ (кололи). Якейк. Çак аякра тем чике-чике каять (что-то колет). N. Пире пĕр эрне хушшинче каçантан икĕ рас чиксе эмел ячĕç. || Приколывать. Кан. Вилнĕ Уçтини кăкăрĕ çумне пулавккăпа икĕ паккет чиксе лартнă. || Зарезать. БАБ. Пĕрне пĕри çĕçĕпе чикес пек тăраççĕ. || Закопать. || Хоронить. Чăвашсем 30. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă. Шурăм-п. Пĕлтĕр унăн матки вилчĕ те, чирĕк картине чикрĕç. Чăв. й. пур. 26°. Якку каланă: кунта мана пĕтеретрем, чикетрем, тенĕ. || Наклонять, опускать (голову, глаза). А.-п. й. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. N. Пуçне чиксе ларакан пиçнĕ çырла мар-ши çав. ЧС. Пиччесем, инкесем аран пуçĕсене чиксе иртеççĕ. N. Хăлхана ман енелле чиксе, манăн юлашкинчен йăлăннине илтсем. N. Хăраса пĕр сăмах чĕнмесĕр пуçне çĕрелле чиксе тăнă. N. Çынтан ыйтсан, е вăл туса парсан (çырса парсан), вара санăн унта нумайччен чăтса пуçна чиксе пурăнас пулать. Ал. цв. 12. Хуçа пуçне çĕрелле лаш чикнĕ те, шухăшла пуçланă. Образцы 2. † Çук çын хĕрĕ тиейсе пуçра чиксе ан тăрăр. Калашн. 7. Тĕксĕм куçĕсене çĕре чикнĕ вăл. Опустил он в землю очи темные. || N. Анчах çав япаласем çинчен пурне те тĕрĕс, нимĕн хушмасăр, нимĕн чикмесĕр çырас пулать. || Приобретать, наживать. N. Манăн пурăнмалăх пур-ха, укçалла выляса чикрĕм. || Присваивать. Кан. Хăй копператтив пуçлăхĕ пулсан та, укçасем чиксе улталама пăрахмасть. || Повредить кому, поставив его в невыгодное положение. N. Вĕсем пирĕн çынсен айван ăсне-йăвашлăхне курса май килнĕ чух чикме те ӳркенмеççĕ. И Прогулять. N. Тумтирсене сутрăмăр ытлашкине, укçине майрасем патне чикрĕмĕр. || Взять во что. ЧС. Шывĕ çăвара чикме çук, тăварлă. || Девать, прятать, спрятать, упрятать. N. Ăçта чикрĕн эсĕ ăна? N. Чухăн çын хăвăртрах тупăк хуппине витет те, пăтапах çапса лартать, унтан масар çине йăтса кайса, çĕрех алтса чикет. Дик. леб 44. Вăл хăйĕн аллисене чĕрçитти айне чикнĕ. Руки свои Элиза спрятала под передник. N. Алă хуçăлсан алсашне чик, пуç çурăлсан çĕлĕкшне чик, теççĕ. Будет сломлена рука в варежку спрячь, будет раскроена голова в шапку спрячь. N. Унăн ниçта пуçне чикме те вырăн пулман. || Положить. А.-п. й. 76. Нушана пăлтăралла сĕтĕрсе тухрĕç те, пысăк арчана тĕркелесе чикрĕç, унтан пысăк çăрапа питĕрсе илчĕç. Вытащили нужду в севи, положили в сундук, закрыли и заперли. Ск. и пред. чув. 112. Хĕвне çăкăр чикрĕ те... || Удержать в памяти. КС. Ăша чик. || Вкладывать (в голову), принимать к сведению, постигать. N. Кил хуçийĕн халапне пуçа чиксех (очень внимательно) итлеççĕ.

чикĕм

охват, то, что можно забрать вилами в один прием. Изамб. Т. Улăм чикĕмĕ = наçилкке (то, что раз принесут на носилках). Н. Седяк. Сенĕкпе чиксе çĕкленнине чикĕм тесе калаççĕ. Тюрл. Капан тăрне панă чохне хатĕрлесе хорать кĕске сенĕкпе чикĕм туса. СТИК. Пĕр чикĕм пар-ха тата. Дай еще раз (солому). Ib. Улăм ури купаланă чухне виçĕ юплĕ сенĕкпе парса купалаççĕ. Пĕрре чиксе панă улăма пĕр чикĕм теççĕ. || Стежок (при шитье), один стежок иглой. КС. В. Олг. Пĕр чикĕм сикнĕ (пропуск при узоре). Копăрлуа-Янасал. Çирĕм чикĕм масмакне тоттăр хутне кĕрет поль терĕм (думала, что заменить может). Собр. Тăватă чикĕм тĕррине тăватă киле çитнĕ вăл, пилĕк чикĕм тĕррине пилĕк киле çитнĕ вăл, ăна та хăй тĕрлемен, амăш тĕрленĕ; ултă чикĕм тĕррине ултă киле çитнĕ вăл, ăна та хăй тĕрлемен, аппăшĕ тĕрлесе панă. Толст. Чикĕмĕмсем хамăн пĕртте тикĕс тухмаççĕ. || N. Тĕренче тунă, чикĕм тунă, курăспа хылăх тунă.

чикĕнчĕк

то, что с наклоном. КС. Чикĕнчĕк – усăк вĕçлĕ, напр. диван. Орау. Тенкелли пĕр пуçнелле чикĕнчĕк пулнă. КС. Мулкач чикĕнчĕк ураллă (передние ноги короче задних). Ib. Урапа чикĕнчĕк пырать (передняя часть с наклоном к земле).

чиксе кăлар

погрузить (в воду) и вытащить. Ст. Яха-к. Юсмансем пиçсессĕн, Маçилке кăмакаран юсмансене кăмака çарати çине туртса кăларчĕ те вĕри шыв çине чиксе кăлара-кăлара пĕр пысăк тирĕк çине хучĕ.

чике

(ч’иг’э), локоть, мера длины (от локтя до конца среднего пальца). Изамб. Т. Чике тесе чавса тăрăшшĕне калаççĕ. N. Ик чике = хур. N. Чике тăршшĕ кайман, чĕлхи чĕп-чĕрĕ. Не вырос и на локоть, а язык – как бритва. Ск. и пред. чув. 113. Чике тарăшшĕ ларттарать. N. Вăл (т. е. Кукша) пĕр чике тăршшĕ старикпа чике тăршшĕ карчăк патне хĕр патне кĕнĕ (сватать девушку). N. Пĕр чикĕ тăрăшшĕ, на один локоть. Яжутк. Мăн çул хĕрĕнчи кăпчанки пĕр чикерен вăрăм мар. Çакă ялăн хĕрĕсем пушă авринчен вăрăм мар. Ала 80. Çав старикĕн тăрăшшĕ пĕр чике, тет, сухалĕ пĕр хур, тет. Панклеи. Чике тăршшĕ стариксам, старики ростом с локоть, карлики. Абаш. Пĕчĕк çынна чике теççĕ, низкорослого человека называют чике. Ала 65. Лашман ялин арăмĕсем те пĕр чике пиршĕн кускалаççĕ. Чертаг., Чутеево. Н. Седяк. Чике — чавсапа виçни. В. Олг. Чике — половина хор’а. Изамб. Т. Çав икĕ чике тăрăшшĕ пĕр хур пулат. Тим. Ах евчĕçăм, евчĕçăм, ултă чике сураншăн утмăл улттă хутларăн.

чикелентер

понуд. ф. от гл. чикелен. Толст. Пĕр Рим çынни вăраннă та, хӳме патне чупса пырса Паллă çыннине тĕртсе чикелентерсе янă. N. Ӳпне-питне чикелентерсех кăларса ячĕ. N. Пуç хĕрлĕ чикелентерсе ярса. Орау. Алтуйине çӳлелле чикелентерсе утса шăпа яраççĕ (взяв за один конец, так что палка в воздухе кувыркается).

чикен курăкĕ

герань, журавельник (растение). Н. Карм. Чикен курăкĕ (йĕплĕ). Якейк. Чикен корĕк. Пухтел. Чикен курăк, назв. травы, которая употреблялась от колотья. Тăххăрлă-саккăрлă сунă. Сред. Юм. Чикен корăк, растение, употреблялось при колотье в животе. Орл., Д. С. Серг. № 50. Чикен курĕк (Geranium). Чикенпе аптăракансем çак курăка вĕретсе ĕçнĕ. Ст. Чек. Чикен курăкĕ; ăша хытă кĕрсен çавна вĕретсе ĕçнĕ. || Рак. Чикен курăкĕ, синеголовник плоский (Eryngium planumт). Чикен чиксен саккăрлă-тăххăрлă сунă, çапла каланă: „Пĕр чикен сăвап, ик чикен сăвап, виç чикен сăвап, тăват чикен сăвап, пилĕк чикен сăвап, улт чикен сăвап, çич чикен сăвап, сакăр чикен сăвап, тăхăр чикен сăвап, тăхăрăшĕ тăхăр çĕре саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап, пилĕк чикен сăвап, çич чикен сăвап, çиччĕш çич çĕре саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап, пилĕк чикен сăвап, пилĕкĕш пилĕк çĕрелле саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, виç чикен сăвап, виççĕш виç çĕрелле саланса кайтăр. Пĕр чикен сăвап, пĕртте ан пултăр. Ху усална ху илсе кай, хăй ыррине хăнех парса хăвар. Тух, усал, тьфу, тьфу, тьфу (виççĕ сурнă). Ырă пӳлĕх, тăлппӳне сыв усра“. Когда считали, то тыкали травою (чикен курăкĕ) болящее место. Кайсар. Чикен курăкне шăмшак чиккеленĕрен вĕретсе ĕçне. Шывĕпе аякка çунă.

чикĕ

граница, рубеж, черта, межа, край. N. Патшалăх чикки, граница государства. УМ. Пăхаттăмăр тек чикĕ урлă, кураттăмăр урăх тĕнче... КС. Эс мĕшĕн чикĕрен тухса çулатăн (заходишь за границы). Орау. Кучикле выляма малтан çырса тăват кĕтеслĕ чикĕ тăваççĕ. Шибач. Тотар хоçа калать Пикманана: эс, тет, лашасам тăвар, эп, тет, çаран чикки шырама каям. Эпир çур. çĕршыв 22. Пирĕн таврари хĕрĕх ял пĕр вулăс чиккинче тăраççĕ. ТХКА З1. Эпĕ ĕлĕк салтака та кайса килнĕ, чикĕ хĕрринче слушит тунă. Ивник. Анчах пĕр тăшман та ан каç чикĕ урлă,— пограничник ялан вахтăра. Турхан. † Совет Союс чиккине сыхла, савни, ытларах! || Граница между полями двух обществ. Изамб. Т. Пирте чикĕсем пилĕк çухрăмран ытла мар. || Предел. || СПВВ. Чикки çавăнта, путмарĕ çавăнта (пĕр-пĕр япала ялан пĕр çĕре пырсассăн). || N. Пĕре панă сăмаха тума тăрсан чикки çук.

чилакла

назв. игры. Сред. Юм. Чилакла выляс. Пĕчик кĕске патака çыра ăшĕнчен çапса кăларса яраççĕ, вара ăна тепĕр ачин çыра ăшне кӳртес пулать, час кӳртеймесен пĕр маях тепри çапать.

чим чике

знач. не дано. Карамыш. Чим чике, чим чике, чиме курăк пĕр курăк, сав, сав, сав, инке, салма яшки çимешкĕн.

чим

постой, погоди, подожди. N. Чимĕр-ха, погодите-ка. Завражн. Чим, ан кай-ха. Ск. и пред. чув. 96. Аçу килне, чим-халĕ, хăвах чупса пырăн-ха. КВИ. Чим-ха, кăна калама вăхăтсăрах юрамасть. Сред. Юм. Чим или чим-ха, погоди, погоди еще. N. Чим-ха, кăштă лар-ха çакăнта. Юрк. Чимĕр-халĕ, кунăн пуçне шăтарнă иккен, пуç мимине сиен туман-ши? Ib. Чим-халĕ, пĕр-пĕр чухне эпĕ çав тĕлтен сăлтав тупса унпа калаçса пăхăп. Ib. Чим-халĕ, тата каласа пăхам, куратăн авă ташлама хатĕрленсе тăрат, тет. Бюрг. Чим-ха, хăйсем ют яла кайнă. эпĕ унăн ачине чĕнсе килем, тет. Череп. Чим-ха, погоди, не говори. КС. Чимăрсамăр, чимĕрсемĕр, пожалуйста, подождите. Бес. чув. Çук! Чим-ха эсĕ, Мустафа. Эсĕ итле-ха, акă эпĕ тата мĕн калам. Çутт. Чим, алати мари кун. Регули 889. Чим, ай пырăпăр. Ала 16. Чимăр-ха, тăхтăр-ха. КС. Чимăрсам, подождите.

чипер

красивый, хороший. N. Чипер = хитре = илемлĕ. Дик. леб 44. Епле эсĕ кунта килсе çаклантăн, чипер хĕрĕм? Как ты попала сюда, прелестное дитя? Ск. и пред. чув. 14. Вĕсен чипер хĕрĕсем е çӳренĕ вăрмана. КВИ. Чипер ача Сетнерĕн пĕр урхамах лаши пур. Пазух. 25. † Чипер ача, сар ача, выляясчĕ, кунта çук. N. Ачи чипер те, сăмси пылчăклă. Мальчик-то хорош, только нос в грязи. Сăрнай 2. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи... Ib. 6. † Эс чипер те, эп чипер, санран чипер тата пур, сик тух, чиперри! Ib. † Эс те чипер, эп те чипер, тавай виççĕн чуп тăвар, тавай иккĕн чуп тăвар. Ib. † Эс чипер, эп чипер, чăн чиперри кунта çук, сик тух! Ib. 8. † И эс чипер, эп чипер, чăн чиперри çак ачи. Ib. 13. † Чуп! чуп! чуп тума чипер ача кирлĕ. Халь те чипер, тата чипер, тата чипер кирлĕ. Пазух. 25. † Эс те чипер, эп те чипер, тимĕр туя каяр-и? Ib. 14. † Эпир чипер теетĕр, сиртен чипер тата пур. Образцы 13. † Питре писев сĕретĕр, эпир чипер тиетĕр. Якейк. Ай, чипер-çке ку! Ах, как она красива! Образцы З. † И, ту чипер, ту чипер, ту аякки çул чипер. Вылямашкăн-кулмашкăн тухя пуçлă хĕр чипер. Якейк. Ытла чипер уш, калама çук чипер, пит чипер, тĕлĕнмелле чипер. СТИК. Ку хĕр пит чиперскер (без недостатков в форме тела и красива, а илемлĕ — красива лицом). Ст. Чек. Чипер çын: 1) красивый, 2) хорошего нрава. Шурăм-п. Хĕрсем пуринчен те ытла. Пурте чиперпе пĕрех (почти все красивы). Ала 28. Эпĕ çавă урамра пĕр чипер хĕр куртăм та, унăн чиперне ытаримасăр çавă хĕр патне кайрăм. Юрк. Чипер, чипер тиеççĕ, чипер епле пулат-ши? Якейк. Вĕт вăрманта вĕт пошчи, сулля-сулля касрăмăр чипер çăпата тумашкăн. Трхбл. Эй мăнтарăн чиперри, вут-шыва ӳкерет. (Чиперри подразум. илемлĕ хĕр, вута-шыва ӳкерет = темĕскер те тутарат, пĕтĕм халпа хыпалантарат). Ст. Айб. Чипер çын килен-каян чуп тăвать. (Шыв курки). || Нормальный, здоровый. Альш. Чип-чипер çынах пулчĕç хай çынсем. Они оправились от похмелья. Ib. Халĕ те пулин чипер алă мар. И до сих пор рука не как следует, не поправилась. N. Чĕре те ыратать, ӳпке-пĕвер те чиперех мар. Сборн. по мед. Ку кĕнекене чипер тăн-пуçпа йĕркипе вуласа тухсан... || Полный. Етрух. Чипер выйлă ĕçкĕре хăнисем вунпилĕкшер, е çирĕмшер çуна пулать. || Целый. П. Патт. 6. Сан автан пек пĕремĕк чиперех-и-ха? (цел ли?). || Порядочный. Юрк. Хăш та хăшĕ (иной) чипер çын ачи-пăчинех хурлама тытăнăт. || Кан. Ха, чиперех çынна ӳкесрен çăлтăм (не дал упасть), ахалĕ ӳкетчĕ. || Спокойный. Сред. Юм. Чипер вилĕмпе вилмен çын (называют сгоревшего, утопившегося, удавленного, задавленного и т. д.). Арçури. Йӳсмер панчен иртрĕмĕр, чипер çула тухрăмăр. || Удачный. Арçури. Çулĕ чипер пулинччĕ, чун шикленми пулинччĕ. || Благополучно, удачно, счастливо. КВИ. Чипер кайăр. N. Чипер çитĕр! Желаю счастливо доехать (возвратиться). Я. Турх. Чипер кайăр! Счастливого пути, досвиданья (уходящему). N. Савса янă салама чипер илĕр. N. Кайнă чухне хуçине ак çапла каласа хăвараççĕ: çитĕ, чипер тăрăр, хуйхăр харама кайтăр, вилни чипер вырттăр, теççĕ те, килĕсене саланаççĕ. Янш.-Норв. Кăçал чипер качча парсан, ашшĕ (девушки) юратса пĕр тынапа икĕ сурăх парас, тет (в приданное). Ала 15. Пулăçăсем вара арăма тархасласа лартса чипер каçарса ăсатса янă, тет. Юрк. Сыв-и? Чипер пурăнатра? – Сывă-халĕ, чипер пурăнатпăр. Ib. Хăта-тăхлачă, сыв-и-халĕ? Чипер çӳретре? – Сыв çӳретпĕр-халĕ, турра шĕкĕр, хăр чипер çӳретре? N. Чипер пурăн, ан кулян. Ск. и пред. чув. 30. Чипер пурăнăпăр. ТХКА 41. Йĕрсе те ним тума та çук ĕнтĕ, ан йĕрĕр, йăхĕ юлнă-ха, тьыхи пур-халĕ, чипер пурăнсан, тьыхаран лаша пулĕ. Сятра. Чипер тат! Пили хорошенько. Юрк. Чипер кăна, хорошенько. N. Халĕ ошкăнĕпех (все) су, чипер, лайăх порнатпăр. Бес. чув. Сыв пул, чипер юл, терĕ те, килне тухса кайрĕ. Орау. Чипер авăртса килме пар. Чем люди живы. Сывă пулăр ĕнтĕ, чипер юлăр. В. Олг. Чипер йол! – Чипер кай! Шибач. Чипер кайса килĕр! (Пожелание уезжающим). Б. Олг. Чипер тăрăр, тет (хорошенько стойте). N. Ĕнтĕ чипер тăрăр (= аван тăрăр). Хывсан ют çынсем çапла каласа саланнă. Изванк. Ай шăлăмсем, шăлăмсем, ай йăмăксем, чипер пурнăр, ай чипер пурнăр. Сл. Кузьм. 60. Выльăхсене чипер кĕтме. Орау. Чипер кайса килмелле пултăр! Счастливого пути! N. Ыр каç полтăр.— Чипер кай. Сред. Юм. Чипер çаврăнса кил! Альш. Чипер юл, шкулăм, юратнă çĕрĕм. || Спокойно. Чăв. юм. 1919. 2З. Чипер çывракан хĕре вăратрĕ. Йӳç. такăнт. 24. Чипер выртас та çывăрас! Ала 67. Çĕнĕ çынна çул çинче çамрăксем чипер пыма памаççĕ, ялан çĕнĕ çыннăн шывне тăкма шухăшласа пыраççĕ. Скотолеч. 10. Чипер пурăннă çĕртех сасартăк чирлет. Орау. Чипер ларнă çĕртренех сиксе тăчĕ те лешне çупрĕ ячĕ. Ib. Чипер выртнă çĕртренех ачана исе тухса кайса шăмăшкă кăтартрĕç (беду причинили ему, всадили в серьезную вину). Ал. цв. 6. Çапла чипер аван пынă çĕртенех, сасартăк вăл хăй умĕнче вут çути ялтăртатнине курах каять. Ст. Айб. Чипер пурăннине мĕн çитĕ, теççĕ. (Послов.). ЧС. Эй ачамсем, чипер çӳрĕр, пит ĕçсе ан ӳсĕрĕлĕр. N. Унăн ури пушмакпа чипер утакан пулчĕ. N. Шкултан чипер вĕренсе тухнă пулсан вăл ача ун пек пулмастчĕ. || Осторожно. ЧС. Ачам, шыва кайса вилĕн, чипер хытланăр, шывăн турат çук. ТХКА 49. Чипер, хăвăра хăвăр астуса çӳрĕр вара,— терĕ анне. || Прилично, вежливо. N. Чипер калаç, чипер çӳре. Хорошо веди себя. Ашшĕ-амăшне. Чипер калаç. Не говори вздора. N. Чипер çӳрĕр; чипер калаçкаласа тăр; чипер çывăр; чипертерех хор. Сред. Юм. Чипер çӳре. (На прощаньи наставление). Изамб. Т. Сана миçе каланă: чипер пул, ан ашкăн, çын евĕрлĕ пул, тесе. Б. Олг. Ну, тет, хĕрĕм, чипер лар, ан ӳк, тет (с лошади). Кан. Чипер калаçăр. Мĕнле пуçпа калаçатăр эсĕр. || Довольно. Изамб. Т. Ул çĕр чипер тĕттĕм пулчĕ. N. Кăçал тырă чипер полнă. || Как следует. Изамб. Т. Тытнă пулсан (если бы поймали), чипер хĕртнĕ пулĕччĕ. Кан. Чипер шутласа пăхсассăн, кунти çынсен касма панă вăрмана питĕ тирпейлĕ тытмалла пек. Янш.-Норв. Вăл çывăрса кайсассăн, малтанах хăрлатма тытăнатчĕ те, унтан вара çывăрса кайсан, чиперех йынăшма тытăнатчĕ. Микушк. Чулĕ чиперех авăрса ларать, тет (молол как следует). Капк. Хырăмне те чиперех ӳстерчĕ ĕнтĕ. Чăв. й. пур. 20. Кĕрккине вара тытса юлса хĕнесе вĕлернĕ; вĕлернĕ чухне Кĕркка кăшкăрни Иванĕ патне чиперех илтĕннĕ. Трхбл. Тарăн çырма пуçĕнче хăмăш чипер хумханат. Перев. Çав асăрхаман пирки (из-за неосторожносги) пĕрре кăна пит чиперех хуйхăрмаллиех инкек килнĕ кăна. Трхбл. Вăйçи маттур каласан, тантăш чипер хумханат. Юрк. Ун чухлĕ çăвĕ пур чухне хăнине чипертерех çуласа çитереймерĕ. Ib. Юрĕ, тет ку та, юлашки çуртине кама памаллине чипертерех ăнласа илеймесĕрех. ЧС. Пĕрре праçникре эпир ачасем выляса тăнă çĕрте хамăртан инçех те мар, урамра ӳсĕр çынсем çапăçнине чипертерех курас тесе, патнерех кайса тăтăмăр. N. Чиперех кăнтăрла. || Крепко, зажиточно. N. Чипертерех тăракан çынсем. N. Апат-çимĕç чипер пурăнакан хресченĕнчен нимрен те уйрăм пулман. Ст. Чек. Чипер пурăнаççĕ = пуян пурăнаççĕ. || Действительно, вправду. СТИК. Чиперех хайхи мăн шухăш тытрĕ те, кая пачĕ (и вправду, взял да ушел). Коракыш. Эй-эй-эй, çирĕм пилĕк тенкĕлĕх япалана чиперех сая ячĕç (ячĕ+ĕç), эпĕ ăслăскер пулĕ терĕм те, ухмах пулчĕ. || Ст. Айб. Чипере курсан тăхăнас килет. (Çĕрĕ). || Красота. Тайба Т. Сан чиперпе ман чипер кăвак чечек тăрринче. Якейк. Пирĕн кинĕн чиперри вăрмая орлă корăнчĕ.

чипи

восклицание, которым манят цыплят. Сред. Юм. Чипи-чипи! — чăх чĕпписене çапла каласа йăхраççĕ. N. Чипи-чипи, чипиçĕм, чипи хӳри çариçĕм; исенкеçĕм-кĕрӳçĕм, пĕр тытăп та час ямăп. (Куршанак).

чире хыв

притворяться больным, прикинуться больным, симулировать. N. Чире хывса пĕр-пĕр чух ĕçрен юлмарăн-и? Сиктер. Çак арăм ахалех чире хыват, тет. N. Ĕлĕк пĕр арăм чире хывнă. В прежнее время одна женщина притворвлась больной.

чирлесе тух

перебодеть. О сохр. здор. Çапла вара çав пĕр чирпе хăш чухне ялĕпех чирлесе тухаççĕ.

чират

черед, очередь. ППГ. Çăмарта кушилне ачасем хăйсем пĕр килрен тепĕр киле çитиччен чиратпа та пулин çĕклесе çӳреççĕ. ТХКА 16. Кам малтан çитнĕ, пĕр-пĕрин хыççăн шыв ăсма чирата тăрас пулать. Шыв ăсма чиратлă тăмасан, шампа çытăр матки чирата пăхмасăр, чăрсăрланса, çынтан малтан шыв ăсса каять. N. Хайхи старик аптраса ачасене каланă: ачамсем, потийĕр, çав тулла чиратпа (поочередно) кайса сыхласа тытăр, тенĕ.

чисти

совершенно, совсем, вчистую. Капк. Мана халĕ, чăнах та, сивĕ душ кирлĕ, чисти пăр пеккиех! N. Пĕр вăхăтра чисти авланаттăм, илес тенĕ хĕр кăçал çăв уйăхĕнче вилсе кайрĕ. Янш.-Норв. Кирлĕ япаласене чисти хатĕрлесе çитерсен... Юрк. Чисти хатĕр пулсан (все готово), Митукне çемйипе уйăрса кăларат. Сред. Юм. Пĕрмай ман хыçран çакăнса çӳресе чисти аптăрарăм эп онпа (про маленьких детей). || Настоящий. Сред. Юм. Чисти çорах полчĕ ĕнтĕ. Теперь настала настоящая весна. N. Чисти (как есть) аçуах ес! ЧП. Çул хĕрĕнчи тĕмеске чисти çăхан кĕлетки. N. Кам май пĕлмест, кам айван, çав çын чисти çак автан. Юрк. Вăл чăнласах та чисти вилнĕ çын пек пулнă. || Уж очень. N. Аппăшсем чисти савăнчĕç, тет. Альш. Патша хĕрĕ чисти ĕсĕкле-ĕсĕкле, йĕрет, тет.

читлĕх

клетка. Сред. Юм. Пĕчик покан юписĕм хошшине вĕтĕ патаксем лартса тухса, пĕр енне алăк туса хăвараççĕ, çав читлĕх пулать. Кн. для чт. 144. Çамрăк куккука читлĕхре тытса мĕн чухлĕ çинине сăнанă. И. Тукт. Ĕмĕрĕ иртет çĕпĕр çерĕнче. Çĕпĕр çĕрĕнче, патша тĕрминче, читлĕхе хупнă ăмăрт кайăк пек. Шалча. Читлĕх, клетка для птиц. (Сообщ. Н. Р. Романов). ТХКА 6З. Кĕнĕ çĕртех, читлĕхре сар кайăк, чавкаран пысăкрахскер, симĕсрех çунатлă, кукăр сăмсаллăскер: дурак, дурак, дурак,— тесе авăтать. || Маточник (пчеловодство). || Алдиар. Читлĕх — пространство под крышей сарая (лупас ай. Сообщ. Н. Р. Романов).

чишик

так кличут свинью. Ыраш 21. Чишик, чишик, чишик, терĕ те Петров, колхос выльăх картинчен пĕр пĕчĕкрех ĕне çӳллĕш сысна аçи сиксе тухрĕ.

чукла

тесать. Изамб. Т. Çуна тупанне чукламалла. N. Чукла = чутла, подтесывать. N. Пĕр-пĕр япаларан касса, чукласа, унаса, шăратса тĕрлĕ кĕлеткесем тăвас. || Лашм. Француз тутăр простой иккен, чукне чукламан иккен. Каша. Симĕс пурçăн лайăх чуклама. Н. Карм. Чукласа пĕтернĕ = шерепелесе пĕтернĕ.

чук

то же, что чӳк. Н. Шинкус. Силленсен чук килĕшет, силленмесен килĕшмест, тенĕ ĕлĕк. ЧС. Çавăнпа ун чухне чук чуклемелле тесе, пĕр вĕрӳççĕ ăстарике чĕнсе килчĕç.

чул

чол (ц’ул, ч’ул, ч’ол), камень. N. Чул катăкĕ, обломок камня. Дик. леб. З6. Темĕн тĕрлĕ хытă чулсене те тĕп-тикĕс якатаççĕ. Ib. 37. Чи варринче анчах шывран пĕр шĕвĕр чул тухса тăрать. N. Лаша урисемпе чула çаптарнипе вут тухса пырать. N. Лаша чĕрнине (урипе) чула хыртарса илчĕ те, чултан вут тухса кайрĕ. Пазух. † Вуник ывăл вилсе те пĕтиччен чĕрене чул хурса та çӳрерĕм. Янгильд. Петĕрĕн ори лашапа çона таптаса кайнă тĕлте чол пак шыçса кайнă. Яргуньк. Чул пуçтарать вăл сана пемешкĕн. || Мельничный жернов. N. Чул тăх, ковать мельничный жернов. Якейк. Чолта виçĕ кăшăл. На жернове три обруча. Изамб. Т. Çав армансенче виç чултан ытла авăрмаст. Ib. Чул çĕкленнипе армана хытă кайсан пусараççĕ. || Каменка. N. Мунчийĕн лавкки ылттăн, чулĕ мерчен, мĕлĕки пурçăн. (Такмак). N. Мунчи уртăш йывăçĕнчен, çийĕ калай, лапки кĕленче, чулĕ мерчен, ăшши шерпет, милĕкĕ пурçăн, валашки пăхăр, курки кĕмĕл. (Такмак). Образцы 20. † Мунча чулĕ тикĕссĕр, ăшши яма кăмăлсăр. || Соль. N. Ишек енелле тăвара чол теççĕ. Вомбу-к. Сире чол кирлĕ поль-ха, тесе каларĕ, тет. || Каменный. Ск. и пред. чув. 104. Хăйĕн анлă кăкăрне чул чышкипе чăмăрлать. Ib. ЗЗ. Эпир иксĕмĕр сăмахпа чул çурт та лартатпăр. Образцы 78. † Пирĕн аттенĕн чул пусма, чул пусмана хăпарма вăйлă, тăнлă çын кирлĕ.

хура чул

знач. не дано. Кан. Çулçăсем тухиччен, пĕр ик эрне малтан улмуççисене хура чул шывĕпе сирпĕтес пулать.

чулле

чолла, назв. игры. Якейк. Чолла теминчейĕн те вылляма йорать. Сăмахран калас, воник чолпа иккĕн вылляс полсан, кашни олтшар чол, виççĕн вылляс тĕк — тăватшар чол полать. Чолсене уçа илеç те çӳлелле прахаç, чолсам ӳкиччен ал тӳртне çӳлелле тытаççĕ. Ал тӳрт çине ларнă чолсене калях çӳлелле прахаç те, уç топань çине ӳкереççĕ, уç топанне минче чол кĕрет, çан чол чол тытрăм теççĕ. Хайпăр хăй тӳпине тытмасан. Çан чол суххари кивçене кĕтĕн, теççĕ. Вылляса ăвăнсассăн прахаççĕ. Эп сана пасăр вăтăр пилĕк çуххари кивçене кĕтĕм, халь эс мана пилĕк суххари кивçене кĕтĕн. Ib. Чолла çирĕм чолпа та вылляма йорать. Ăна иккĕн, виççĕн, тăваттăн, воннăн та вылляççĕ (бросают камни вверх и ловят их). Ст. Чек. Чулла выляни. Пилĕк чулпа выляççĕ. Пĕр чулне çӳле ытса ярат, ăна тытат та, çав вăхăтрах чул илет: малтан пĕрер, унтан икшер, унтан пĕрре виççĕ, тепĕре пĕрне илеççĕ. Вара пурне те хурат çĕре те, хăшĕ тесе ыйтат тепĕринчен (унта иккĕн выляççи, виççĕн-и); лешĕ пĕр чулне кăтартат. Выляканĕ сулахай аллипе шитласа виçнĕ чухнехи пек тытат: пуç пӳрнине, вăталăх пӳрнине, вăталăх пӳрни çине шĕвĕр пӳрнине хурат. Кăтартнă чулне çӳле ярат, вăл аначчен пĕр чулне сулахай алли патне тĕртет, е виттĕр кăларат. Çапла пур чулне те кăларат. Тепĕре кăларма тытăнат, тепĕре кăларма тытăнсан пĕрре кăларсан, пĕр мая пулат, тепĕрне кăларсан икĕ мая. Çапла хисеплеççĕ: кам çĕнтерет, çавна çĕнейменни йăтат; вылянă чух, чула алла илнĕ чух çӳле ытнă чула тытаймасан, вăл çĕре ӳксен ку вăйă выляни хăрат, чулсем тепĕрин патне каяççĕ унăн пĕтсен е хăрсан, малтан выляканĕ çĕнĕрен вылят.

чулла

мостить камнем. N. Ăрамсене чуллакансен пĕр потретчĕк, маляр таврашсен — тепре.

чун

чон, душа. К.-Кушки. Чĕнтерлĕ кĕпер айĕнче шăнкăлтатат кăвакалăн чĕпписем, кăвакалăн чĕппи мар-тăр вăл, пирĕн пек мĕскĕн ачасен чунĕ-тĕр. И. Тукт. † И, çилсем вĕрет, вичкĕн çил вĕрет, вăйлă çăмăрсем капланса килет. Ултавах тĕнчи, йăвăр самани пирĕн чунсене тыткăна илет. (Ĕлĕкхи юрă). Образцы 48. † Çак тăвансем патне килсессĕн, килмессерен чунăм савăнать. Ib. 48. † Хампа пĕрле тăрса юрлакана çур чунăма çурса парăттăм. Пазух. 28. † Сăрисем те пыл пек, хуçи чун пек, мĕншĕн тăван тесе калас мар. Образцы 13. † Пăхсан ĕçĕм юлать-çке, пăхмасан чун чăтаймасть-çке. Ib. 5. † Мĕншĕн вăйя тухмастăр чунăрсене йăпатма. N. Сасси те çав шăнкра пек каччă чунне çемçетет. Ск. и пред. чув. 37. Çутăлать Мăн-шыв, чуна хăпартать. N. Çамрăк чунăм çĕкленет. Капк. Кинĕ каланă ăшă сăмахсене илтсен, карчăк чунĕ тин лăш карĕ. Ст. Шаймурз. Çак шухăш аса килсен, вара чун питĕ хурланатчĕ, питĕ пăшăрханатчĕ. N. Чун хĕпĕртенипе ниçта та кайса кĕрейместĕп. Арçури. Чон шикленет, ăш вăркать. Çĕнтерчĕ 18. Ан калаçтар, анне-е-е! Чун тарăхать. N. Чун вирелле тăрат саççим çавсемпе айкашсан. Пухтел. Чунĕ пӳлĕнет (у человека умирающего, если кто-нибудь громко заплачет). Н. Карм. Пире хаяр сунакан çынсем, çипрен çинче чунĕ татăлтăр. N. Чун татăлас пек уласа макăр. Пшкрт. Чонă татăлтăрай. (Ругань). В. Олг. Торă татса кайтăр сан чонна. (Сидьная ругань). N. Пĕр-ик-виç кунтан ача чунĕ, чĕкеç пулса, ашшĕ пӳрчĕ тăррине тăрса юрлат. (Из сказки). Дик. леб 52. Чăн аслă пиччĕшĕ каланă: çапла çав, вăл айăпсăр чун! тенĕ. Ib. 50. Тимĕр решеткелĕ чӳрече тулашĕнче çирĕх-тăрри (юрлакан кайăк) ларнă, вăл та хăйĕн савăнтаракан юррипе унăн чунне пусарнă. А дрозд, сидевший за решетчатым окном, утешал ее своей веселой песенкой. Букв. 1900. Ӳчĕ пур та, чунĕ çук. (Çурта). Зап. ВНО. Чунĕ пур, юнĕ çук. (Тараккан). N. Чун пулсан чул хушшинче те усрăпăр. Ст. Шаймурз. Çын урлă сăмах илтсен, çулçă пек çамрăк чуна питрех хĕн. КВИ. Çамрăк чун та пĕчĕк чун, чунĕ ытла çемçе çав. Ентĕрел. Хальхи ачасен, хăйсем çураличчен, чунĕсем çуралнă. (Говорят старики, дивясь детям, напр., тому, что они катаются на коньках, которых чуваши прежде не видали). Тайба Т. Тăвансем аякра, чун çывăхра, килсе кураймастпăр çеçен хир урлă. Орау. Çăмăлланасси пит хăрушă.— Чунтан чун уйăрлать те, хăрушă пулмасăр. Якейк. Çын пăсăлсан поканя, е чостаран çын кĕлетки туса, салакайăк çăмарти илсе, пĕр-пĕр çĕре кайса пăрахнă чох: чон вырăнне чон паратăп, кĕлетке вырăнне кĕлетке паратăп,— тенĕ ĕлĕк тĕттĕм чăвашсем. Питушк. Пит лайăх лашасам, чон тăма çĕр çук. Изамб. Т. Епле унăн чунĕ чăтат-ши? (без работы). N. Çывăхра персен так чон топаннех сиксе анать. || КС. Чуну пур-и? Жив ли? || Жизнь. N. Чĕкеçĕсем чие хушшинче, çуначĕсем пĕлĕт хушшинче; сан чунупа ман чунăм ылтăн ука хушшинче (наша жизнь течет радостно). Якейк. Чол-холара чол хаклă, кăçалхи çола çитрĕм те, чол хаклă мар, чон хаклă. (Солд п.). N. Сан чунупа, тăван, ман чунăм тĕнче çине тухнă хĕвел пек. || Существование. N. Апат начарланчĕ, но чон осрама (поддерживать существование) полать, терĕ. || Человек. N. Этем чунĕ вали нихăçан та çурхи пек савăнăç çук. Собр. Мачча пĕрени шартлатсан, чун катăлать, теççĕ. (Поверье). Орау. Пирĕн кĕçĕр пĕр чун хутшăнчĕ. Мĕн ача тата? – Ывăл. СПВВ. Киле чун хутшăнсан... (В Сред. Юм., напр., если возьмут в дом сноху или если родится ребенок). Дик. леб 41. Вăл çурта акăшсене пĕр çын чунĕ те илсе кĕме юраман. || Душа населения, едок. N. Арçын чунĕ, мужчина (как одна душа населения), хĕрарăм чунĕ, женская душа (когда считают по душам). КС. Эсир пире çĕрсене чунтан мĕн тивнине улпучĕсене те пур хура туналлă халăхсене тан туса уйăрса парăр, тенĕ. || Живое существо. СТИК. Ку та вĕт чун! (Питĕ начар, нишлĕ путексене шеллесе калаççĕ). Ib. Пĕр чунтан икĕ чун пулчĕ. (Сурăх пăруласан калаççĕ). Ст. Шаймурз. Кунта мĕн тума килтĕм? (пришла я?). Пĕр чун та çук. Стюх. Ай-хай-ах-та, манăн тантăшăм, санпала манăн сăмах килĕшет. Ĕлĕкрен пĕрле пурăнса, пĕр чун пулса, санпала пĕрле ӳснĕрен. С. Тим. Атте, савнă чуну пулăттăм, ăшăнта мĕн пуррине пĕлĕттĕм. Ау 2°. Хулара пĕр чун та çук, тет. Сред. Юм. Мĕн тума кайрăм эп онта, исмалин пĕр чон та çок-çке ĕнтĕ (ни души нет). N. Тыр вырнă чухне ял хушшинче пĕр чĕрĕ чун та çук. N. † Ларсамăр вырăнăра, тытăр куркăра, эпĕр тайăлса тăрар сирĕн умăрта; эпир тайăлнă чух ĕçмесессĕн, турă хурланă чун пулăпăр, эпир тайăлнă чух ĕçсессĕн, турă савса çуратни пулăпăр. N. Эпир, мĕскĕн чунсем, çынсем пек çӳреймерĕмĕр. Юрк. Унтан ĕлĕктерех тепĕрне çураçма тусаттăм, вăл тата, ырă чун, ĕлĕк хăй савнипе сăмах пĕтернĕ пирки пыма тумарĕ. Орау. Чунтан пĕр курка ĕçмелле. Каждый должен выпить по ковшу. Ала 86. Ах, ву парасси парать те, анчах унăн хĕрĕ чун нумай илет, тата тепĕр пилĕк юпа анчах юлнă, çав юпасем çине сирĕн пуçăрсене касса хурĕ вăл, терĕ тет, карчăк. || Животное (скотина, птицы). НТЧ. Аслă кĕлĕ, аслă ырă, çак сан ятна илнĕ (купленных) чунсене (животных) юратса паратпăр, юратса ил. (Моленье киремети). Г. А. Отрыв. Тĕрлĕ выльăх чунне пусаç. Колют разных животных (на моленьи). Ал. цв. З4. Вăл чăтлăха пĕр кайăк чунĕ те вĕçсе кĕрсе курман. || Дыхание, дух. ЧС. Ун патĕнчен иртсе çӳренĕ чуне чуна хытарса сехĕрленсе аран иртсе каяттăм. N. Чунна ан çăт. || Сердце, настроенне. N. Манăн сăмахăма итлесе кĕнекемсене эпĕ ыйтнă çĕре яракан çынсене пурне те ăшă чунтан тав тăватăп. Çĕнтерчĕ 12. Хыпар илтсен чун тапать. В. Тим. Эсир те саватăр, те савмастăр, савнă пек туйăнать чунсене. N. Ан тухăр, хĕрсем, тумланса, ай люльи, йĕкĕт чунне çунтарса. Чебокс. Манăн питĕ чунтан юратакан Александра ятлă йăмăк пурччĕ. Я. Турх. Чунтан юратнă манăн савнă ырă çыннăм. ЧП. Чунран савнă тăван. N. Пĕтĕм чунтан юрат. N. Манăн чон сан çинче тăрать (я тебя обожаю). Бгтр. Ку кайнă чох, хваттер хоçин ачи, онпа пĕрле пырасшăн, чонтанах макрать, тет. Пазух. 12. † Кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Калашн. 6. Анчах халĕ, арăмĕ мăшкăл курса чунĕ витнĕскер, вăл кĕрлесе тăракан тинĕс пек. Курм. Чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа выртать-ши, чонсем-варсем варлă хĕр, епле чонпа тăрать-ши? Якейк. † Уя тохсан чон уçăлать, киле кĕрсен чон тăвăрланать (становится тяжело на душе). N. Çулла тулалла (вăрманалла, хирелле) чун туртать. N. Чон тарăхать. Досада берет. || Мысль. N. Чунна аскăн хĕрарăмсем хыççăн ан яр. N. Эпир халĕ тин чунпа пурăнма пуçлакан халăх вĕт. N. Ман хăлхамри кĕмĕл алка çутти ӳкет пит çине; çиекен çынсем тек çиччĕр, пирĕн чунсем аякра. || Милый сердцу. Çатра Марка. Ах тăвансам чонсам, тантăшсам. К.-Кушки. Ĕçсем куркусене пыл тесе, ыткаласа илсемĕр чун тесе. С. Дув. Ĕçкĕ ĕçер, тăван, пĕрле пурăнар чун тесе. Юрк. Савнă чунпа ĕмĕр иртерсен çамрăк чĕре çăвĕ ирĕлмес-çке. Каша. Вуниккĕн явса пĕтменне кил, савнă чун, явар-и? N. Хуйхăр сан та ан йĕр, чун, сан пурнасси малалла! N. Аннем, юратнă чунăм, пĕлсем хĕрхенме. Хĕр йĕрри. Утмăл хăма тăрăшне утса тухса пулмарĕ, çитмĕл хăма тăрăшне çитсе курса пулмарĕ, чунăм савман ачаран пуçма хăтарса пулмарĕ. ЧП. Ай-хай тăванĕсем ай чунĕсем. || Полтава 70. Уй-хир тулли пур халăх чунтан ячĕ ахлатса! Ib. 72. Халь пуç каснă вырăна чунтан чупса пыраççĕ. Сред. Юм. Çын вĕлернĕ тенине илтсен ман чôн сӳлетсе кайрĕ. СПВВ. ИФ. Чун сӳ тăват: пит хăранипе ăшăра темскерле сиввĕн туйăнса каят, çӳлтен ярăнса аннă чух, е таханка сикнĕ чух чи малтан хăнăхаччен сӳлелле аялалла аннă чух сӳ тăват, теççĕ. Букв. 1886. Манăн тнн чун кĕчĕ (= тин лăплантăм). || СТИК. Пысăк çăпан чуна кайса тивсе ыратат. (Выраженне сильной боли). Сред. Юм. Ах тôр, чонах кайса тиврĕ. (Говорят, когда нечаянно задели чем-нибудь чирий, я когда он очень болит). || N. Молкач ашне çиме манăн чон çĕкленмест. || Ст. Шаймурз. Чун тус чуна илет, тет. (Послов.). Пазух. 87. † Уяр çул çăмăр çусассăн, пĕтĕм тĕнче хĕпĕртет. Савнисем, сире курсассăн, чунпа чĕре хĕпĕртет. Истор. Хуйхă куракан çынсем чунĕсене пусарма пынă. N. Чун систернипе. Лашм. Çеçен хир варрине тухрăм хĕвел ăшăне, лартăм йывăç сулхăнне, çулçисем пĕр ешĕл, ан пăрах, тăванçăм, чун çамрăк. N. Çынсем уласа макăрни çын чĕрине çурас пек чуна тăвăлтарать. N. Чунĕсем хавшаса çитнĕ. Полтава 12. Чунтан-вартан куллянса. Юрк. Пĕрне-пĕри чунтан чуна юратса тăранаймаççĕ.

чăрĕ чун

живое существо. Дик. леб 49. Пĕр чĕрĕ чун та Елиса хутне кĕмен, унăн чунне пусарса унпа сăмах хушман.

чуна кăлар

замучить. N. Пĕр чăпар вăкăр мана тĕлĕкре хăваласа чуна кăларатчĕ.

чунăмăр

в смысле наше дитятко. N. Пирĕн пĕр ылтăн чунăмăр Арсентий те ĕнтĕ: атте! атте! тесе, чупса çӳрет.

чунăмçăм

мой нежно любимый. ЧП. Ай-хай аннеçĕм тетĕп пĕр чунăмçăм.

чун савни

возлюбленный. Чураль-к. Чун савнине курмасассăн ăшчик вăр-вăр çавăрнать. Хĕр йĕрри. Çав Кив Улхаш ачине пĕр те чунăм савмарĕ. КВИ. Чунăм савни эсĕ пур. Кильд. Т. Ан кайсам-а, чун савни, каласси пур пĕр сăмах. Не уходи, душа моя, мне надо кое-что тебе сказать. НР. † Чун савниие курсассăн кули чунăм савăнмасть? Когда милого увидишь, как же мне не обрадоваться? Г. А. Отрыв. † Пирĕн çăвра пуш вырăн пур чун савнине лартмалли.

чунсăр

без души, неживой, неодушевденный. Ала 93. Ача чунсăрах пулса кайса ӳкнĕ (от удара). || НТЧ. Юмăçĕ: ку маларах пĕлнĕ пулсан çемçе çимĕçпе те каçарнă пулĕччĕ, халĕ ĕнтĕ чунсăр (без кровавой жертвы не помилует, не простит киреметь) каçарас çук терĕ, тет. || Кровопийца, изверг, бездушный. Ст. Чек. Ку ĕçе туса, чунсăр, эс мĕн тăван ĕнтĕ! N. Пĕр енче — тĕрлĕ нумай аптăраса, хĕсĕнсе çитнĕ халăх, тепĕр енче чунсăр казаксем, черносотенецсем, полицейскийсем, стражниксем, жандармсем, тата ыттисем те пур. || Непослушный. Сред. Юм. Каласа итлемен çынна чонсăр теççĕ. Ib. Пит чонсăр ача ô, ĕç ту-ха тесен, кирлĕ мар, ху ту, теейрет. || Вотлан. Майрух, Майрух, шалт ĕçмелле, шаклатмалла, чунсăр мăрат шав сала. || N. Эпир чуна чунсăр парса анчах пурăннă. Сказки 1919. Мĕскĕн ача пит хăранипе чунне чунсăр пулса ларать. Кищаки. Чуна чунсăр парса тухрăм вăрман витĕр (со страхом, „не считая душу за душу“).

чун-чĕн

то же, что чун-чĕм. N. Кĕтӳсене хуса ярсан пурте выртса çывăраççĕ те, урамра пĕр чун-чĕн те пулмасть.

чун чĕр

чун чĕрĕ, знач. не дано. ЧП. Уйрăлаймăп тăван чун чĕр. Лашм. Хăпартăм çулĕ ту çине, лартăм улма йăвăç сулхăнне; йăвăççи пĕр чĕрĕ, çулçи ешĕл, ан пăрахсам, тăванçăм чун чĕрĕ. Н. Карм. Хĕвеллĕ кун тухрăм çеçен хире, лартăм хурăн кутне сулхăна; хурăнсем чĕрĕ, çулçи ешĕл, уйăрлас мар тăван чун чĕрĕ. N. Хура вăрман урлă каçнă чух чĕрĕ йăвăç кутне таянтăм, йăвăççи чĕрĕ, çулçи ешĕл, уйрăлаймăп тăван чун чĕрĕ.

чонк

звукоподр. Шорк. Тимĕрçĕ ирех тăнă та, лаççинче чон-чонк тймĕр çапат. (Срв. Тимĕрçĕ ачи те пĕр пĕчик молоток тытнă та чанк-чанк çапать). Б. Олг. Сантал çине тимĕрçĕ çапат, чонк, чонк, чонк тутарат.

чуп

чоп, бежать, скакать. КВИ. Лаши чупать пуç ухса. КС. Ай-яй, лаши хыт чупаçке (= чупать-çке). Ах, как быстро бежит лошадь. Образцы 44. † Пĕчĕкçеççĕ лаша турă лаша, чупма турти вăрăм пулинччĕ. N. Юртăпа чупать. Регули 102. Ку лаша чопасра (чопасса) çăмăл. Калашн. 15. Кайăк пек вĕçсе килелле чупрăм. И домой стремглав бежать бросилась. Хĕр йĕрри. Тăван тесе чупрăм та, çичĕ ют ачи пулайрĕ. Ib. Чупрăм антăм çырмана кĕмĕл çĕрĕ пулĕ тесе. Ib. Чупрăм антăм çырмана, юхрĕ тухрĕ шерепем. Ib. Чупрăм кĕтĕм пĕр пӳрте, хамăр çеме пулĕ тесе. Ib. Ах, аккаçăм, аккаçăм! Пĕрре ларма килтĕм те, чупрăр тухрăр ăрама, хамăр тăван пулĕ тесе. Ib. Чупрăм тухрăм ăрама, хамăр савни пулĕ тесе. Образцы 45. † Чупрăмах та тухрăм эп урама. N. Кĕт тарланă тарламан — шыва чупать чӳхенме. КВИ. Ав унта хитре хĕрсем ĕни хыççăн чупаççĕ. НР. † Чупрăм каçрăм çак ăрама... Прибежала я на эту улицу... N. Тӳсеймесĕр масар çине чупа парать. Хĕр йĕрри. Атте çурчĕ утмăл хăлаç, ут пек чупса çӳреттĕм. КВИ. Ачи-пăчи выляса чупса çӳрет урамра. Ск. и пред. чув. 15. Вара кĕтӳçĕ пӳртнелле чупса кайрĕ васкаса. Ib. 46. Чупса та кайрĕ вăл хăйĕн килне. Ал. цв. 13. Часах аслă хĕрĕсем те чупса пыраççĕ. N. Пуян пиччĕшĕ ку пуйни çинчен илтет те, ун патне чупса та пырать. N. Чупса пычĕ хăвăртрах вăл хăй ывăлĕ патне. Ст. Чек. Пăлак акка хăранипе чупа-чупа тарнă. N. Чупса пынă чухне хирĕç çил персе пырать. N. Чупса пырса сикмелĕх вырăн пулмарĕ те, тӳрех сикмелле пулчĕ. N. Чупса пырса сикмелĕх (для разбега) вырăн çукчĕ те, тӳрех сикмелле пулчĕ. Чураль-к. Пĕр пураклăх хурăн хуппишĕн чупрăм хăпартăм хурăн тăрне. Кармалы. Çав сăмахсем çинех тилĕ чуп кил. Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух тилĕ чуп çит. Цив. Но, айта, çăртан полă ячĕпе чопа пар. Н. Карм. Çунатсăр вĕçет, урасăр чупат. (Çумăр пĕлĕчĕ). Ск. и пред. чув. 27. Вăхăчĕсем иртеççĕ, варти шыв пек чупаççĕ. || Жить. Якейк. Лайăх чопаттăр-и? – Чопкалатпăр та-ха. Как поживаете? – Живем пока. || Ходить (о судах). Б. Яныши. Унта çитсен праххотсам чопнине пăхкаласа ларнă чух мишавай çитрĕ. КС. Прахут чупать (идет). Эпир çур. çĕршыв 25. Сăрă çинче пăрахут та чупать. || Кататься (на дошади). Ст. Яха-к. Ун чухне вара ачасен ту çипе çунашкапа ярăнма каясси килмест, лашапах чупас килет. (Çăварни). N. Чуп, чуп, лаша, чуп, лаша: эпир çăварни чупас çук. || Ездить, разьезжать. N. Пасартан пасара чуп. N. Ямшăк чуп, ямщичить. ЧП. Кунĕн-çĕрĕн ямшăксем чупаççĕ. Кан. Лаша кӳлсе ĕçке те чупма пăрахатăп. || Катиться. N. Арпус чупса аннă чухне пĕр мулкач тухса карĕ, тет (когда арбуз скатывался). || Ползать (о мухе). Бгтр. Ман çинче шăна чопса çӳрĕ. || Плыть (об облаках). Ск. и пред. чув. 112. Хура пĕлĕтсем чупаççĕ. Чув. прим. о пог. 103. Сийлĕ пĕлĕтсем хытă чупсассăн, уяр пулать. (Если) слоевые облака быстро двигаются – к ведру. || Двигаться. Регули 1541. Çын ман çола çитсен чопма йоратмасть. || Якейк. Ку чопмалли ана-ха (вырма лайăх, сарарах тырă çинчен), часах вырса прахăпăр. Ани лайăх чопать те, тырри сахал. Ани чопмалла та, йышĕ çок та, ытла валаллах каймасть. || Случаться (о животных). Альш. Ĕне çуркунне чупса юлчĕ. Чертаг. Чопас тына (виç çулта, о телке). Кан. Камăн та пулин ĕни чупсан, ун çинчен хуçине систерес пулать.

чуптар

заставить бегать, гнать (лошадь). Ск. и пред. чув. 113. Çĕр çĕмĕрсе чуптарать Кан. Татах çуран чуптарать пура хуçи патне. Орау. Салтаксене пĕр вырăнта чуптараççĕ (бегать на месте). N. Хам ачана чуптартăм. N. Унта пĕр-пĕр ачана чуптарас. || Кан. Пысăк тĕвĕллĕ тăлă чуптарса, çурăмсенчен ай ну ислететтĕмĕр. || Ездить рысью. Ск. и пред. чув. 114. Якур пичче çулпала пушкăрт лаши кӳлнĕ те, те çуркунне, те çулла, яртлаттарса чуптарнă. Калашн. 9. Паттăр утăм çине утланса ларса, Мускав шывĕ çине чуптарса кайсан... КВИ. Ав шăнкăрав янăрать, Силпиелле чуптарать. Образцы 48. † Атьăр уттарар и те чуптарар-и çулсем çинче шурă юр пур чухне. Сĕт-к. Авоç килет ман тантăш, квак лашине выллятса, хора çонине янтратса. Чоптарасси полас çок: хора çони çĕмĕрлтĕр, симĕс пĕкки хуçăлтăр. Ib. Унччен эпĕ лашапа чуптарса пăхманччĕ. Тет. Çавăнтан кайран эпĕ лашапа чуптарма вĕрентĕм. ЧС. Киле тавăрăннă чух Иван чуптара та пуçларĕ, эпĕ те унăн хыçĕнчен ерипен чуптара пуçларăм. Сред. Юм. Чуптарнă чуптарман, не то рысью, не то шагом. Юрк. Туран анса Сĕве кĕпер патне чуптарса çитрĕмĕр. Ib. Пичке çине улăхса ларса чуптаратăп, тет (хуралçи). Альш. Унталла чуптракансем (ездящих) сахал курăнать. || Отправляться (ехать, идти). Ашшĕ-амăшне. Хăвăртрах, Иван, лашăна кӳл те, чуптар вăрмана, вăрман хуралçи çуртне. ЧС. Эсĕ часрах тепĕр лашана кӳлсе киле чуптар та, аттесене кала, вĕсем мĕн те пулин тăвĕç, терĕ. СТИК. Ăçталла чуптарат-ши ĕнтĕ тата ку? Куда ты идешь? || Сред. Юм. Онпа сăмахланă чохне хăй маях чуптарас полать, хирĕçтерме йорамас. При разговоре с ним всегда приходится соглашаться, а не приходится возражать. || Случать (животных).

чупмар

то же, что чукмар. Бюрг. Лартаççĕ те яраççĕ, унтан пĕр чупмар параççĕ. СПВВ. Чупмар = тукшан. Ау 215°. Хапха айĕнчен тухнă чуне кутма чупмар çакланчĕ.

чура

слуга, раб, раба, рабыня; невольник, невольница. Ал. цв. 12. Чурасени те çав хапхаранах тĕвесемпе ĕлĕкхинчен виçĕ хут ытла тиенĕ таварпа кĕреççĕ. Пшкрт. Мана вăл чорая илчĕ (заставил быть рабом). Ала 10°. Ку арăм вара хуçана чи аван пукан çине ларттăрĕ, тет, унтан вара чурисене самовар лартма хушĕрĕ, тет. Н. Карм. † Пирĕн пекех мĕскĕн айван чурисем куç-çӳлĕпе питне çăваççĕ. Орау. Вăсен чури пулсах тĕнке тухас пулать. Приходится работать только на них до изнеможения. Ib. Эп сан чуру-им? N. Килне-çуртне упрама çич хĕрарăм чурара. Çеçпĕл М. Ĕмĕр чура пулма çитĕ, чура пулма намăс! А.-п. й. 93. Сана салтма чуру мар! || N. Мишша ачам, анӳпе ан вăрçăр, эсир иксĕр те пĕр чура анчах вĕт.

чорт

чурт, чорт (ругань). Сред. Юм. Ôн çăварĕнчен ыр сăмах тохмас поль, пĕрмай чорт та пĕр çиç каласа çӳрет. Череп. Пухтел. Унта чурт та пĕр (всякую чепуху) çырса пĕтернĕ.

чоска

тезка. СТИК. Эх чоска, эпĕ сана юратап, мана юратми пар-ха. (Чоска тесе пĕр ятлă ачана калаççĕ).

чуста

тесто. Изамб. Т. Чуста хăпарса çитсен... Ib. Тутар пĕр ĕнине пăтăратнине чуста туса парат, çавăнпа ул ирттерет. Сорм-Вар. Чуста çăрса пĕтерсен карчăк хĕрачана хăй патне чĕнсе илчĕ, тет. Бгтр. Алсăр-урасăр йăвăç тăрне хăпарать. (Чуста хăпарни). А.-п. й. 69. Акă тепĕр кунне пуян Ерхип арăмĕ чуста çăрма тытăнчĕ.

Чутай

Чотай, назв. села Красные Четаи (Кр.-Чет. р.). Сĕт-к. † Çитмĕл хăма пĕр кĕпер, епле çитсе посам-ши, Чол-хола пак Чотая епле çитсе (пырса) кĕрем-ши (корам-ши).

чутла

чотла, тесать. Шихр. Чутла, обтесать и сделать плоским; противопол. варта. О сохр. здор. 89. Эпир пĕренесене темĕн чухлĕ чутласан та çтенасене тикĕс тăваймастпăр. Сред. Юм. Йывăçа тăрăхла касса çӳхетес тессине чотлас, теççĕ. Н. Карм. Пĕрене чутлас (тесать). Б. Олг. Йӳçе чотла; хапкалăк, ӳречилĕх чотла. КС. Пĕр-пĕр япалана чутласа якатаççĕ (а вартаса çӳхетеççĕ). Баран. 8З. Каснă йывăçсене, чутласа хунă пĕренесене вăл хисеплесе пырать. Ст. Шаймурз. Сирĕн сĕтеллĕре кам чутланă, туртса уçмаллине сăрланă.

чух

чох, пора, время. Конст. чăв. Вара эпĕ: ĕнтĕ кăнтăрла çитет пулĕ, мана ăсатăр, пăрахут çине çиткелесе лараччен чух пулĕ, терĕм. Курм. Атьăр киле, ачасам, киле кайма чох полнă, хĕрсем кĕтсе тăраççĕ полĕ. Б. Хирлепы. Атьăр киле, ачасем, киле кайма чух вăхăт. Бур. Ĕнтĕ ир те пулат, каç та пулат, пире киле кайма чух пулат. Сред. Юм. Сана кайма та чох çиç (пора идти). || ЧС. Ун пек чух нимĕн туни те малалла каймасть. Ib. Çилĕ тата çавнашкал чух таçтан тухат-и тен, улăмпа витнĕ çурт тăррисене çавăрать анчах. Б. Олг. Су пол-ха тепре кориччен. Ста тата тепĕр чох корăпăр çапла, корăпăр. || Впору, как раз. N. Ку пиншак мана чухах. Этот пиджак мне впору. N. Ку мана чу-хах. N. Чох ларать темпир (впору, плотно). Сĕт-к. Ку сăхман мана чохах йорать. Орау. Пăх-ха, ку сăхман мана чухахç? Яжутк. Сăхманне тăхăнса пăхрĕ тет те, чухах пулнă, тет. Регули 1919. Чохах полчĕ сана (чох сана), чох килчĕ. Тайба Т. Кăçал хĕрсем вак кăна, пире выляма чух кăна. ГФФ. † Чух сарлака чĕн пиççи çинçе пилке чох полчĕ. || Во время, как раз. Янтик. Ирхипе тухса кайрăмăр та, чох çитрĕмĕр (= вăхăтлă). || Как раз. КС. Эсĕ Ыраша нумай пулать терĕн, мĕн нумаййи, чух анчах (только хватило). || Точь-в-точь. Изамб. Т. Кĕнеке арчана чухах кĕрсе выртăрĕ. Регули 1314. Ман сăмахпа чох тунă. Ib. 1277. Чох шотлă çӳрерĕмĕр. || Едва, чуть-чуть, кое-как, с трудом. N. Чух йăтса килтĕм. С трудом притащил. N. Салтак хутаçне чух йăтса пĕр çын патне пырса, хăна килĕ ыйтрĕ, тет. Paas. Чух-чух çӳрет (едва). N. Япаласем, çĕклемеллисем питĕ нумай, чух çĕклесе пыратпăр. N. Чох сӳсмен çĕклекенни. N. Чух тарса хăтăлтăмăр. Чув. календ. 1911. Шкулта кĕнекесем сахал пулаççĕ, вăл кĕнекесем ачасене те чух çитеççĕ. || Полный. Çутт. 55. Кĕрет те, арăмпе пĕр карçын чух çăмарта йăтса тухать. || Так! N. Чух кирлĕ сана! Так тебе и надо! Ст. Чек. Ку япала сана чух (гов., напр., избитому). КС. Чухах-ха ăна! Так ему и надо! Орау. Чухах-ха ăна, тек куштанланса çуреччĕ-ха (придирался. Гов. после того, как побили кого-нибудь или что-нибудь потерпел озорник, заслуживший наказание). Ib. Паян Яшка Елекçине хĕненĕ, тит, пасарта.– Чух кирлĕ, çавна шыраса çӳренĕ вăл. Ст. Чек. Ку эсĕр хĕнени ăна чух-ха. Так его и надо. Ib. Сана ку чух-ха! Так тебе и надо. N. Тăшмана çак чух, терĕм. || Посредственный, посредственно. N. Сан ачасем епле вĕренеççĕ? — Чух мар-и. В. Олг. Пĕр чох касат (коса). N. Учĕсем чухрах, çулсем хура. ЧП. Арăм пулсан чух кирлĕ. || Средний, средне. Шибач. Тырă-полă чох полчĕ – ни осал мар, ни лайăх мар. N. Чох вăтам хресчен, средняк. Васильев. Чăххи кĕмĕл сăхсассăн, чăх тытса кĕрекен хôрĕн опăшки питĕ пуян полать, теç, тырă сăхсан — чôх пôрнакан полать, кăмрăк сăхсан – пит чохăн çын полать, теç. СПВВ. Ни ватă мар, ни яшă мар, чи чух! Юрк. Вĕсем пит лутрах та пулман, чух кăна çынсем пулнă. Пролей-Каша. Чух çын, человек умеренного, не очень высокого роста. N. Чух лайăххи тури урам, чăн лайăххи сăрт касси. || Умеренный, умеренно. ХЛБ. Ыраша-и, урпана-и чух акас тетĕн пулсассăн, пĕр ана çине вăрлăхĕ сакăр пăталкка анчах кирлĕ. N. Пирĕн тантăш пит чипер, пирĕн йысна чух чипер. || Количество, мера. N. Нумай чух, много раз. || Достаточно. Юрк. Пӳлĕмĕм икĕ çынна пурăнма пит те чух, пысăк. || Немного. Орау. Чух пирĕн ĕнерен çӳлĕрех те ĕни, çапах та хаклă ĕнтĕ, алă тенкĕ тăмасть. N. Чух çĕрпӳрен иртсессĕн, Йĕпреç вăрманĕ патне çитсессĕн, çамрăк шулĕк калать ваттине. N. Унтан анне мана япаласем парса, ачашласа чух чарчĕ. Имень-к. † Саттин саппан чух кĕске, чух кĕске те, вăхăтлă. || Плохой, плохо. Сĕт-к. Ĕлĕк Ваçок калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти твас, титчĕ; халĕ хуне чох килчĕ, сарай кашти тăвĕ-ши, ыталаса çӳрĕ-ши? N. Хирти акăш çуначĕ чăпар пулĕ пуласси; мана çырнă çын ачи чухрах пулĕ пуласси. Алик. Эй чух акисам, пирĕн куçран ма пăхас, çӳлте çăлтăр курман-и? Тораево. Ĕлĕк Иван калатчĕ: хура вăрăм хĕрсене хуран хăлăп тăвас тетчĕ, ех пулчи чух пулчи. || Смирно, кротко. Якейк. Ай кин Мари пор, чох çӳрени (вести себя как люди) килĕшет. || Когда, пока, раз. N. Эп сухал хырнă чох эсĕ вырт. Артюшк. Тупăннă чух илсе таврăнас, тет. Раз нашлась, так ее взять надо. Регули 121. Вăл килес чох эп килте çок полăп. Ib. 174. Эпĕр килнĕ чох çиçĕм çиçрĕ. Такмак 1. Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чух куртăмăр эпир çил çунатлă урхамах. N. Çĕрелле те çӳлелле куçĕ пăхать утнă чух. N. Урампала пынă чух çĕр чĕтренет лайăххăн. Образцы 19. † Вăрман витĕр тухнă чух çĕмĕрт çинче пирĕн куç, урам витĕр тухнă чух хĕрсем çинче пирĕн куç. Калашн. 8. Хĕпĕртеççĕ çăлтăрсем уйăх тухнă чух, çутăра выляма лайăх тесе. Когда всходит месяц – звезды радуются, что светлей им гулять по поднебесью. Ib. 6. Çил-тăвăл çук чух тинĕс лăпкă тăрать, унăн кĕленче пек кăкăрĕ хускалмасть те. Бес. чув. 7. Пушăрах чух, чĕри ыратнăрах чух вăл вĕрентекентен тата кайкаласа ыйтнă, вĕрентекен кала-кала панă. Янш.-Норв. Пирĕн килте тепри пур чух вăйçăран ирттерет. Регули 291. Ĕç çок чох чĕнмерĕ, ĕç пор чох халь чĕнет. Ib. 292. Эп килте çок чох никама та кӳртмĕç. || В то время, когда. Регули 60. Тумалла чох (чохне) нимĕскер те каламарĕ. Ib. 250. Эпĕр ĕçлемен чох, çын нумай килет. Ib. 61. Çав вăхăтран çӳремелле чох пилĕк хут кайрăм эп онта. Ib. 278. Эп сумар чох вăл коленех килетчĕ. Ib. 283. Эп сумар мар чох онта кайса. Ib. 252. Эп пурмисра мар чох порте ман пата килетчĕç. А.-п. й. 73. Çынсем ĕçнĕ чух пирĕн те ĕçес килет,– тет Ваçлей. Когда люди пьют, нам тоже не мешало бы попраздновать. || Вместо того, чтобы... Четырлы. Çапла ĕнтĕ патшалăха тырă хăйсем сутса пульсă твас чух патшалăхран хăйсем ытаççĕ. || Во время. N. Эх, аван-çке ача чух. Образцы 41. † Атте-анне чĕрки çинче кĕçĕн чух таптанă йĕрсем пур. Регули 1186. Çимĕк чох килĕр; монкон чох кайрĕ. Абаш. Алтаккин чох килсе карĕ (корнăччĕ, встретил, килнĕччĕ). Регули 882. Эп килтĕм çакна тунă чох. Ib. 176. Ĕçленĕ чох ку томтир лайăх. || Букв. 1886. Выльăхсене пăхнă чух пăхатпăр, пăхман чух ахалех çӳреççĕ. || Чураль-к. Пирĕн ял ачи мулатси, шыв тĕпĕнчен чух илет. || Наобум.

чухла

сделать так, чтобы было как раз. Ст. Чек. Чухласа яр (сыпь, напр., муку). || Определить. ТХКА 54. Утатпăр, шыратпăр, алра пуртăсем. Туратсем çăт-çат çапаççĕ. Ăçта çӳренине атте чухлайми пулчĕ. Ib. Кăнтăрла пулсан, аташас та çук эпĕ кунта. Халь çĕрле те, тĕттĕм те, чухламалла мар çав ăçталла каяссине. Шишкин. Ырăпала осала пĕре корса чохлатпăр. ЧП. Хушрĕç айвансене юрлама, ăслипеле ухмахне чухлама. Сред. Юм. Талăкра сирĕн валли мĕн чол çăкăр кирлине чохлаймастăп. Ib. Çак татăк мĕн чол тайнине чохлаймастăп. || Понимать, уразуметь, смекать, соображать, соразмерять. N. Ху чухласа ху пар. Хора-к. Чухлама пуç тăнĕ çук, утса тухма халăм çук. Н. Карм. Чухла = ăнла. Кан. Апла пулсан приккашчĕкĕпе те чухларах (обдуманно) калаçас пулать. Юрк. Ку кам çапнине чухласа илеймесĕр карташĕнче ют çынсем пур-тăр тесе хăраса, килти пӳртри çыннисене: арăм, Матрӳне, часрах тухăр халĕ! тесе питĕ хытă кăшкăрса ярат. Чув. календ. 1911. Кĕлти кучĕсем çапă çине пулмалла чухласа сарас пулать. N. Чухлакан çын чухлатах çав. Уж кто соображает, понимает, так понимает, || Оценивать. Юрк. † Манăн пуçăмра хура шаль тутăр, витсен витĕнĕ йывăç çулçине, çавăнтан пĕлĕр йывăç тăррине, çавăнтан чухлăр Алăм кĕрĕвĕре. || N. Атрисне çухатрăм, чухласа çырса яратăп. || Беречь. Чăв. й. пур. З2. Укçана та чухлама кирлĕ. || Догадываться. Регули 1073. Эп он попленинченех чохларăм. Ib. 54. Эп она вăл попленинчен (вăлсам поплени çинчен) чохларăм. Альш. Кам илтес тиекен вула-вула ку енчине мĕн çырнипе (с тем, что написано об этой стороне) хăй енче мĕн пулнине чухлатăр. || Знать. НР. † Кам осалне, кам чиперне пĕрре корсах чохлатпăр. || Подмечать, наблюдать ГТТ. || Замечать. Альш. Пуçран кăна аран чухлатăн вĕрениччен. || Иметь опыт; испытать. РЖС 2. Вĕсем епле хуйхăрнине хăй ача-пăча ӳстерсе чухланă çын анчах ăнлать. N. Хытă чĕреллĕ çын темĕн курса чухласан та тӳрленмест. || Уметь. N. Унтан ялта пĕр каскалама чухлакан Илье ятлă çын каларĕ... || Наказать.

чухлĕ

сколько, столько, то же, что чул. Ск. и пред. чув. З7. Янтрак яла янтратса темĕн чухлĕ выртсан та, яшсем ăна пăхас çук, чарăнас çук ташлама. Н. Тойдеряк. Нимĕн чухлĕ те ăна ăнласа илеймен. Ст. Чек. Унăн пуянлăхĕ хăй чухлĕ кăна. Ау 60. Тилли калать: вăл, тет, çурт манни чухлĕ пур-и, тесе пăхкалать, тет. СТИК. Эс çĕклес чухлĕ эп хам та çĕклĕп-ĕçке! И я подниму, сколько ты поднимаешь. Орау. Санни чухлех. Юрк. Эсĕ кунта мĕн чухлĕ ĕçлесе пурăнсан та, ку çурт сана пулас çук. N. Пирĕн ялта тутар чăваш чухлĕ иккĕ. N. Вăл сан чохлех пуян мар. Он не так богат, как ты. || Около, приблизительно. НАК. Манăн киле тавăрăннă чух пĕр çухрăм чухлĕ вăрман витĕр тухмаллаччĕ. Орау. Çакăнтан пĕр çав пӳрт кĕтесси чухлĕ (приблизительно на расстояние, равное расстоянию отсюда до угла той избы).

чухне

то же, что чух. Такмак 1. Çав çулпа килнĕ чухне çак хăтасен ялĕ курăнчĕ хула пек. Ib. 1. Утмăл çухрăм хура вăрман урлă каçнă чухне пĕр пăлан куртăмăр. Калашн. 6. Вăл ахаль чух йăваш, тӳрĕ çын, пурăнăçĕ лăпкă чухне вăл хăй те лăпкă çын. Образцы 28. † Хура вăрман витĕр тухнă чухне уртăш туя юлчĕ авăнса. Ib. † Атьăр уттарар-и те чуптарар-и, çулсем çинче шурă юр пур чухне. Ib. 40. † Çак картари çурта эп тус турăм, иртнĕ-çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Ал. цв. 15. Эсĕ маншăн чĕрĕ чухнех вилнĕ çыншăн йĕнĕ пек ан йĕр. Н. Карм. † Ай выляр-и, тăван, ай кулар-и, пур тăвансем пурте сыв чухне. Будем, родимый, веселиться, пока живы и здоровы все наши родные. Юрк. Пиччӳ те, мĕскĕн, савăнса пурăнас чухне вилсе кайнă иккен. Кан. Пĕр килнĕ чухне пĕтерсе каяс, вунтăватшар йĕрке тиетпĕр. N. Хăш кун каç пулнă чухне йĕрет, алла тытсан чарăнать. Юрк. Калаçса ларас чухне те выртса калаçма тăрăшать. СПВВ. БМ. Чухне = чуне, когда; кайнă чухне = кайнă чуне. Регули 175. Эп холара чохне ман кил çонса кайнă. Трень-к. Вăл вăрманта Чăкăртан тавăрăннă чухне çулăн сулахай енче пĕр тарăн çырма пур. Тогаево. Вара йомах янă чухнех тол çутăлса карĕ. А.-п. й. 12. Пĕçернĕ чухне мулкачăн пăчăр-пăчăр çу юхать, тет.

чухăм

чохăм, чохом, на глаз. без веса. Якейк. Эпĕ паян пĕр лав сĕлĕ чохăм (без веса) илтĕм. Сĕт-к. Чохăм, наобум, наугад. Сред. Юм. Виçмесĕр, ахаль куçпа пăхса çиç илекен япалана чохăм илнĕ теççĕ. || Оптом. КС. Золотн.

чухăн

чохăн, бедняк; бедный; бедно. СПВВ. ГЕ. Чухăн тесе начартарах пурăнакан çынна калаççĕ. N. Чухăн = юрлă, çук çын. N. Пĕр ялта икĕ пĕр тăван пурăннă: пĕри пуян, тепĕри пит чухăн пулнă. И. Тукт. † Пуян хĕрĕ теейсе те пуç ывăтса ан тăрăр, чухăн хĕрĕ теейсе те пуçа усса ан тăрăр. (Авалхи юрă). N. Эсĕ кам? — тет чухăн çын. N. Унăн сарă хапхине чухăн пуçпа кам кĕрĕ? N. Чухăн çыннăн чăххи пуян çыннăн куçне кăркканăн курăннă, тет. N. Пуян çынна вĕчĕрхентересшĕн чухăн çыннăн ани пуçĕнчи тырри лайăх пулать, тет. N. Çав хушăрах чухăнтан та чухăн çынсем вутăсăрах тăрса юлчĕç. || Бедность. Шел. З. Питĕ чухăна тăрса юлнă вăл (обеднел). Чт. по пчел. № 17. Чухăнран тухма пулăшнă çын (выйти из бедности). Юрк. Ылттăн сарă, кĕмĕл шурă, мĕн парам ши, тăванăм, эпĕ сире? Эсĕ лайăхри, тăван, эпĕ чухăнри (в бедности), мĕн каласа юрлам-ши эпĕ сире? Бес. чув. Çакăнтан кайран вăл ытла чухăна юлчĕ. Кан. Вара эсĕр чухăнтан чухăна юлаттăр. Тогда вы будете самыми последними бедняками. || Слабый, слабо. Çамр. хресч. Çыра-çыра ламппăра краççын пĕте пуçланипе вут тата та чухăнтарах çуна пуçларĕ. Ск. и. пред. чув. 4З. Сисетĕп эпĕ чухăн ăсăмпа. || Плохой, плохо; больной. Тюрл. Чохăн.

чухăнлан

чохăнлан, обеднеть, становиться бедным. Цив. Чухăнлан (окçаран). Кан. У-у-уй, шеремет, чухăнланчĕ ĕнтĕ. Кама 54. Пĕр канмасăр, çĕр çывăрмасăр ĕçлетĕп, анчах пĕр чухăнланса юлнă та, пĕччен ниепле те ура çине тăма çук. || Исхудать (?). Собр. Крисса нумайлансан, выльăх чухăнланат. (Поверье). Сред. Юм. Чухăнланнă, похудел, захворал, обеднел.

чуххăм

чоххăм, чохом. Ст. Чек. Вăл ку ĕçе чуххăм турĕ (необдуманно, ни с того, ни с сего). Ib. Чуххăм сысна сутса яма тытăнчĕ. СПВВ. ФИ. Чуххăм – япалана куçпа виçсе чухлани. Регули 1309. Чоххăм сот, чоххăмпа илтĕм. N. Чуххăм турĕ. Поступил наобум, не обдумав обстоятельств. N. Чуххăм лаша илчĕ. || Простоватый, глупый. Ст. Чек. Ку çын чуххăмрах (простоват, глуповат). Ib. Чуххăм çын = пĕр тĕрлĕ ухмахрах.

чӳк

чӧк, жертва, жертвоприношение у язычников чуваш. Хорачка. Чӧк, жертва. Хурамал. Эпĕ малтан çав тĕрлĕ асапланнă чух, мĕн тĕрлĕ чук тутармарăм пулĕ, манран ялти чӳк мар, хамăр Белебей уесĕнчи пур чӳк те, вăрманти пĕр тунката тĕпĕ те юлмарĕ пулĕ. Эпĕ така пусса, хур пусса мар, кăрккапа, куянпа таранччен чӳк тутартăм, мана вĕсем пĕри те усă кӳмерĕç. N. Вăл ват юман тăррисенчен пĕтĕмпех ĕлĕк чӳк тунă чухнехи шăмăсене çакса тултарнă. Менча Ч. Тата чӳк тунă кун пĕр-пĕр çын япала илме пырсассăн, вăл япала илсе каят пулсассăн, унтан хăйĕнчен те пĕр-пĕр япалине: алсине, е пиçиххине, е тутрине, е чĕр çиттине, е саррине илсе юлатчĕç. Япала илсе каймасассăн, хăйĕнчен те илсе юлмасчĕç. Вĕсем япалапа пĕрле ăрăскал тивлет каят, тетчĕç. Ib. Чăвашсем çу каçиччен темиçе тĕслĕ чӳк тунă. Тырă-пулăпа, хур-кăвакалпа, пăт-юсманпа, выльăх-чĕрлĕхпе, лашапа, ĕнепе, вăкăрпа, такапа чӳк тунă. ДФФ. Чӳк. В нашем семействе обязанности жреца исполнял отец, а в отсутствие его отправляла эту обязанность мать, впрочем, в том лишь случае, когда совершалось моление бескровное, т. е. моление кашей, лепешкой, юсманом и т. под.; при этом она надевала на голову мужскую шапку. Моление происходило всегда в избе. N. Тата çав ирхинех чӳк ĕречĕпех вăкăр пусатчĕç. N. Чӳке çарамас чӳклеме юрамасть, тетчĕç. Ск. и пред. чув. З8. Чӳк чуклени те сиртен пытанман. Чăвашсем 13. Çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççăн (после моленья) киле кайма лайăх мар тесе, киреметсене кайса укçа пăрахса кĕлтусан тин тавăрнатчĕç. || Назв. духа. М. Сунчел. Вăкăр çине пусас уммĕн кăна чӳк илет-и, тесе шыв яратчĕç, шыв ярсан вăкăр чĕтресен, ăна учук илет теççĕ, ăна пусатчĕç вара. Т. VI. Пилĕк юсман ывăл-хĕр чукĕ. Азбаба. Айван кĕлĕме, чук, хапăл ил, усал-тĕселтен эсĕ сыхласа эсĕ сир, чӳк, çырлах. (Из моленья). N. Чӳке асăннă япала. С. Тим. Чӳк, çырлах, хăвăн ырă кĕллĕне хăвах хапăл ил. (Из моленья). Сиктер. Выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе шыв амăшĕ чӳк çырлах. N. Чӳк, çырлах, килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе асăнатăп, витĕнетĕп, чӳк, çырлах. (Из моленья). || Жертвенные яства у язычников чуваш. Янш.-Норв. Чук (жертвенные животные) пиçсе аначчен, ялти çынсем уй чӳкне кайма, кашни килте пашалусем пĕçернĕ. N. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юраман. Н. Шинкус. Унтан вара ялтан пĕр-пĕр ватăрах старике чукне пĕçермешкĕн чĕнсе анатчĕç. Юрк. Йинке, хĕрне эсĕ памарăн, юрайĕ-ха хĕрĕ чӳк тума. Собр. Чӳкĕçемĕн тĕсĕ, теççĕ. (Послов.). В зависимости от жертвоприношения (закалывалась) та или иная порода животных. N. Çав мăн чӳк тенине тăхăр çул хушшинче тăватчĕç. Вăл мăн чук тенине тырă-пулă акса тăнăшăн тав туса, парне кӳретпĕр тетчĕç.

чӳк отти

сл. неизв. знач. Сятра. Пĕр çĕнĕ çын чук оттинелле каят, тет.

чӳкле

совершать чӳк, приносить в жертву. Т. VI. 31. Тата икĕ хăпартува турă амăшне чӳклерĕç. Изванк. Унтан вара юсмансене чӳклеме тытăнчĕç. N. Чи ырă, чи хаклă тирсене юмăçсем халăха кĕлеткесене чӳклеме хушнă. С. Тим. Пурне те хатĕрлесе çитерсен чӳклеме тытăнатчĕç. Чи малтан сăрине чӳклетчĕç, унтан пăттине. НТЧ. Вĕсем çĕнĕ тырра-пулла чӳклемесессĕн перекечĕ çук, тетчĕç. Собр. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманма чӳклетчĕç. Ib. Часавай патне çитсе, кулач илсе чӳклесен, пĕр татăк киремете çитĕр тесе пăрахатчĕç.

чӳклеме

назв. обряда. Хурамал. Хăнасем килсен, тепĕр кун пурте чуклеме чуклетчĕç. N. Мункун хушшинче чӳклеме ĕçетчĕç. Ходар. Чӳклеме ятлă авалхи йăла çинчен пĕр алçырăвĕнче çапла çырнă: „Пирĕн патра чăвашсем хăйсен авалхи йăлипе чӳклеме туса ĕçсе çиеççĕ. Чӳклемене çĕнĕ тырă салачĕпе тунă сăрапа, çĕнĕ тырă çăккăрипе, çĕнĕ тырă кĕрпипе чӳклеççĕ. Чӳклеме тумасан тырă-пулă перекечĕ пулмасть, теççĕ. Ăна çулне пĕре анчах тăваççĕ. Чӳклемене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Хăшĕ е тăр хĕлле тăваççĕ, хăшĕ çăварнире туса иртереç, алă çитнисем авăнсем пĕтерсен кĕркуннех туса иртерсе яраççĕ... Çапла кашни харпăр хăй хурăнташне чĕнсе пухаççĕ. Çынсем пухăначчен килте тануш пăтă пĕçерсе хатĕрлеççĕ. Ăна çынсем пухăнса çитсенех чӳклемеççĕ-ха, пирвай пĕр-ик-виçĕ чĕрес сăра ĕçсе лараççĕ. Çапла виç чĕрес ĕçсессĕн, çĕнĕ пичкерен пуçласа сăра ăсса сĕтел çине кăларса лартаççĕ. Тирки çине йĕри-тавра хĕррипе, çемьере миçе çын, çавăн чухлĕ кашăк тăрăнтарса хурса тухаççĕ, пăтти варне пĕр уçламçу çу хураççĕ; унтан тиркĕ çине хай çĕнĕ тырă çăнăхĕнчен тунă çăкăра хураççĕ. Вара паллăрах çынсене пĕрер курка сăра тултарса тыттараç, пĕри кĕрекене кĕрсе пăтă тиркине тытать. (Пăтă тиркине ăна сĕре çынна тыттармаç, епле те пулин пуянтарах пурăнакан çынна йăттараççĕ. Юрлă çын тытсан, тырă-пулă пулми пулать, теççĕ). Вара алăк патнелле кар пăхса тăраççĕ те, ак çапла чӳклеççĕ (курка тытманнисем, пуçĕсене çĕрелле чиксе, çĕлĕкĕсене сулахай хул айне хĕстерсе тăраççĕ): „Çырлах! Çӳлти мăн турă, мăн турă амăшĕ, пулĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ, сана çам çатса çам илетпĕр. Хуçа калать: авалхи йăлапа, çĕнĕ тырă сĕчĕпе, çĕнĕ тырă çăккăрипе, тырă-пулă пылĕпе, чипер тырра-пӳлла алла илнĕ йĕркепе сана, турă, ачи-пăчипе, ывăлĕ-хĕрĕпе, пĕтĕм килĕшпе пуççапас, тет, çырлах! Çак сăрана пылакне, тутине, перекетне-ырлăхне пар. Çичлĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тултарма пар, тет; перекетне ырлăхне пар, ана çине аксан, ана перекетне пар, вырса çĕмел тусан, çĕмел перекетне пар... Унтан пурте пĕрле харăс: çырлах! Амĕн çырлах, çырлах, çырлах, теççĕ те, пăтă тирки йăтни: килĕрех эппин, тет те, пурте çавăрăнса сак çине лараççĕ... Чӳклесе пĕтерсен, хуçипе арăмĕ сĕтел патне пыраççĕ те, пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене чĕрес çине тытса хĕвеле майлă виççĕ çавăрать те: перекетне ырлăхне пар, тесе сăрине чăлт чĕрес çине ярать. Юлашкине пĕр-пĕрне тав туса ĕçсе яраççĕ. Курка тытнисем ыттисем те хуçисем хыççăн çавăн пекех туса чĕрес çине яраççĕ те, хуçипе арăмне тав туса ĕçеççĕ. Çапла алăра тытса тăнă куркана кил хуçипе арăмне тав туса ĕçсе пĕтерсен, пăтă çиме лараççĕ. Пăттине ăна чӳкленĕ çăккăрпа çиеççĕ. Çăккăрине пăтă тирки тытнă çын касса парса тăрать. Чăн пирвай ватă çынсем çиеççĕ. Хуçа арăмĕ пăттине хурах тăрать, çăвĕ пĕтсен çуне ярса парат. Арçынсем çисен, хĕрарăмсем çиеççĕ, унтан пĕчĕк ачасем пырсан, вăлсене лартса çитереççĕ. Пурте çисе тăрансан турă амăшĕ курки тăваççĕ“. НАК. Кĕркунне, çĕнĕ тырă-пулă çие пуçласассăн, чăвашсем пурте харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăттипе турра кĕл тунă. Çапла харпăр хăй килĕнче сăра туса çĕнĕ тырă пăтти пĕçерсе турра кĕл тунине чӳклеме туни, тенĕ.

чӳклеттер

понуд, ф. от гл. чӳкле. Ст. Шаймурз. Пăтти пиçсен çерем çине антарса лартатчĕç те пĕр старике илсе килсе чӳклеттеретчĕç.

чӳлмек

горшок, плошка, корчага, кувшин. Ау 143°. Пĕр чӳлмек сăра, тата виç çулхи вăкăрне вăта юпа çумне кăкарма хушрĕ, тесе калать, тет. Вомбу-к. Чулмек = кӳршек. N. Чӳлмек — тăм куршак. Орау. Чулмек яшки аван пулаканччĕ. Варево, сваренное в горшке, бывает вкусным. Никит. Хăш хĕрарăмсем чӳлмексене çĕклесе тухса ĕнесене сума тытăнса тăраççĕ. N. Кӳршак-чӳлмексем. N. Мăйлă чӳлмек, кувшин; мăн чӳлмек, корчага; сăра чӳлмекĕ, корчага. Базл. Тăм чӳлмек, горшок. Ib. Чукун чӳлмек, чугун (посуда).

чӳрече

окно, окошко. Образцы. 5. † Çĕнĕ пӳртĕн чӳречи, чĕнтĕрлĕ мĕн хашахи. А.-п. й. 6. Кушак, кутăн тăрса, хӳрине чӳрече витĕр кăларать те кăшкăрать. Дик. леб 49. Унăн чӳречисене тимĕр решетке лартнă. Ib. 50. Тимĕр решеткеллĕ чӳрече тулашĕнче çирĕх — тăрри (юрлакан кайăк) ларнă, вăл та хăйĕн савăнтаракан юррипе унăн чунне пусарнă. А дрозд, сидевший за решетчатым окном, утешал ее своей веселой песенкой. Ib. 49. Пĕр каçхине чӳречерен, тимĕр решетке витĕр акăш çуначĕ сасси илтĕнсе кайнă. Хĕр. йĕрри 4. Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать, чӳрече витĕр курăнать.

чăнлăх

истинность, правдивость, справедливость, достоверность; истина, правда. N. Çак чăнлăха „Коммунизм“ колхозĕнче ĕçлекенсем пĕр минут та манмалла мар.

чăпта

куль, рогожа. И. Тукт. Кайсан-кайсан, Ульянасене пĕр чăптапа витсе хунă лав тĕл пулчĕ.

чăт

терпеть, переносить, выдерживать. N. Чăт = тӳс. N. Çынтан йывăр сăмах илтсен – чăтасси. Услыхав неприятное слово, тяжело терпеть. Образцы 5. † Вăйя тухман хĕрсенĕн чунĕ епле чăтать-ши? Хĕр йĕрри 5. И юр çурĕ, юр çурĕ, çĕрĕ епле чăтрĕ-ши? Бижб. † Ай-хай, аттеçĕм те аннеçĕм! ытла хытă сăмах ан калăр: кăмăлăм çемçе, чăтас çук. Ах, батюшка и матушка! не убивайте меня суровыми речами: у меня нежное сердце, я не перенесу. Образцы. 11. † Сар хĕр уссе çитнĕ чух тăшман чăтса тăраймасть. Ск. и пред. чув. 45. Çапах та вăл çак тупăша кура чăтса тăраймарĕ. N. Атă пĕр çула чăтрĕ. Сапогн выдержали (носились) год. || Держаться. НР. † Чăт, чăт, кĕпер, чăт, кĕпер. Держись, мосток, держись! || Оправдывать расходы. || Чăтмалла мар, чăтма çук, невыносимый, невыносимо.

чăх

чăхă, курица. Образцы 26. † Хĕрĕх чăхă пусрăмăр. N. Чăхă пĕчĕккĕн сăхсах тăранать, теççĕ. Курочка помаленьку клюет и то сыта бывает. N. Чăххинчен çăмарти ирттернĕ, теççĕ. Яйца превзошли курицу. N. Чăхха çăмарти вĕрентеймест. Яйца курицу не учат. N. Пĕр кашта урлă икĕ чăхă çапăçаççĕ. А.-п. й. 107. Унта чăхсем пулнă мĕн.

-чĕ

ччĕ, недостаточный глагол, представляющий собою остаток от формы прошедшего времени тюркского глагола i-meq (быть) — idi (он был) и присоединяющийся к глаголам для образования форм преднастоящего и предпрошедшего времен и сослагательного наклонения, а также к другим частям речи для выражения прошедшего состояния: килетчĕ, килнĕччĕ, килсеччĕ, килсеттĕмччĕ, килĕччĕ; килесшĕнччĕ, килекенччĕ, килмеллеччĕ, ачаччĕ, лайăхчĕ, вуннăнччĕ, эпĕччĕ, çукчĕ, марччĕ. Оп. ис. ч. II. Вĕсем пĕр-кун пит вăрçăлă пурăнатчĕç. Намедни они были в большой ссоре. Ib. Эпĕ атте-аннене систерес мар тесе, куçа хупсаттăмччĕ; куçа хупнине анне курчĕ те, атте енне пăхрĕ. Когда я мигнул, давая эй понять, что не надо сообщать родителям о происшедшем, мать заметила, что я мигаю, и посмотрела на отца. Ib. Сана епле çамрăк çын та качча илнĕ пулĕччĕ. Тебя любой молодец взял бы замуж. Ib. Кăшт çумăр çăвин, лайăх пулччĕ! Хорошо, кабы выпал небольшой дождь! Ib. Ятламасăр юрĕччĕ! Хорошо, кабы вы (нас) не осудили! Ib. Вăл килин, пĕтерĕччĕ вара! Если бы он пришел – тогда беда! („он уничтожил бы“). Ib. Акап пичче арăмĕ пĕлекенччĕ. N. Ун чухнех пăрахса каймаллаччĕ. Оп. ис. ч. II. † Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин лайăхчĕ! Дырявый, дырявый полог, хорошо, кабы в него не забрались мухи! Ib. † Ати-апи – чей хорань, ачи-пăчи – чей стаккань: ӳксе çĕмĕрлмĕçин лайăхчĕ Тятя с мамой — самовар, а их детки — чайные стаканы: хорошо, если они не упадут и не разобьются! N. Ӳлĕмрен ун патне япалашăн пырса кĕме çукчĕ вара. N. Унтан пуçне ĕçмелле марччĕ вара. Нельзя было пировать, не пригласив его на пир.

-чĕ

ччĕ, частица, присоединяемая к глаголам для образования формы желательности или для смягчения приказания: килинччĕ, килтĕрччĕ, килччĕ, ан çиленччĕ, ярсамăрччĕ, килесчĕ, килсенччĕ. Оп. ис. й. II. Пĕр сăмах та пулин калинччĕ! О если бы он сказал хоть одно слово! Ib. Ава кунта яр-ха: манăн арăм куçсăр аптăрарĕ – тӳрлĕтинччĕ, тенĕ. Пошли его сюда: моя жена больна глазами, пусть бы он ее вылечил. Ib. Манăн укçа çук; укçа пулинччĕ!.. У меня нет денег; кабы были деньги!.. Ib. Эх, атте килнĕ пулинччĕ! Ах, если бы отец уже пришел! Ib. Ах тур-тур! ах тур-тур! Мĕскер чиксе каям-ши? Пăхăр укçа чикем-ши те, шăнкăрт-шăнкăрт! теминччĕ те, унтан намăс пулминччĕ! Ах, боже мой, боже мой! Чего же мне с собою взять? Взять медных денег? – как бы онн не стали звякать, и как бы потом не пришлось краснеть от стыда! Ib. Матьтюк аппа аннене: “Укçишĕн тарам, сип пултăрччĕ-ха“,— терĕ. Тетка Метрена сказала моей матери: „О деньгах нечего беспокоиться, была бы вот польза (облегчение)“. Ib. Вăл ман кĕнекесене илсе ан кайтăрччĕ. Как бы он не увез моих книг! Ib. Пурăнсан-пурăнсан, тилĕ каланă тăрнана: „Эсĕ ман валли çиме тупса илсе килччĕ; манăн çиес килет“,— тенĕ. Через некоторое время лисица сказала журавлю: „Будь добр, найди и принеси мне пиши, мне хочется есть“ Ib. Аккам, ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕх парса ярччĕ мана. Сестрица! у меня корова собирается телиться,— дай мне, пожалуйста, закваски (для квашенья молока). Ib. Эсĕ уншăн ан çиленччĕ мана. Ты за это на меня, пожалуйста, не сердись! Ib. Айăп ан тăвăрсамччĕ эсир пире, тайăла пуçăмăр сирĕн умра. Пожалуйста, извините нас — наша поклонная голова перед вами.

чĕл

чĕлĕ, ломоть, отрезок. N. Чĕллĕн-чĕллĕн, ломтями. У. Я. Вĕсем, мăян çисе пурăннăскерсем, çăкăр чĕлли шыранă. Букв. 1900. Пĕр каснă чĕлле çыпăçтармалла мар вара.

чĕлĕм

трубка. Ск. и пред. чув. 114. Пĕр ăстарик вăрманта чĕлĕм чĕртме тапратнă. НР. † Чĕлĕм парши килет, тет.

чĕлхеçĕ

ворожей, ворожея. Ск. и пред. чув. 105. Чĕлхеçĕ пăхăр укçипе илнĕ çиппе тĕрĕ тăвать. Ib. 16. Пĕр пĕринчен чĕлхеçĕсен ирттереççĕ чĕлхисем...

чĕпкĕм

чĕптĕм, щепоть, щепотка, щипок, количество чего-либо, которое можно враз ущипнуть, отщипнуть. N. Пĕр чĕптĕм тăвар, одна щепоть соли.

чĕрçи

верхняя сторона бедер от таза до колена. || Колени, руки. || N. Ман чĕрçи çинче ача ларать. У меня на коленях (на руках) сидит ребенок. || Подол. N. Пĕр чĕрçи хăяр, целый подол огурцов.

чĕлĕм чĕрт

закуривать. Ск. и пред. чув. 114. Пĕр ăстарике ăрманта чĕлĕм чĕртме тапратнă.

чĕре

сердце. N. Чĕре сикет, сердце бьется. N. Чĕре тапать, сердце бьется. N. Чĕре тапни, сердцебиение. N. Чĕре хуçăлать, серде надрывается. N. Чĕре сиксе ӳкрĕ, екнуло сердце. N. Эпĕ сире курсан, ырă тусăмсем, манăн чĕре тулчĕ савăнăçпа. Когда я увидел вас, добрые друзья, то мое сердце наполнилось радостью. Калашн. 19. Хуçана малтан вăл çапса ячĕ пĕтĕм вăйĕпе чĕре тĕлĕнчен. Образцы 9. † Тантăш юта кайсассăн, çав çунтарать чĕрене. N. Чĕрем хытă хуйхăрат кил-йышсенчен уйрăлсан. Ал. цв. 13. Мана эсĕ хăвăн чĕрӳнти хуйхăна каласа кăтарт. N. Сывă çынăн чĕри те, ӳпкисем те лаях ĕçлеççĕ. У здорового человека сердце и легкие работают хорошо. Ал. цв. 26. Анчах йăмăкин чĕри тӳсеймен. Дик. леб. 48. Хăранипе, пиччĕшĕсене хĕрхеннипе унăн чĕри çунать кăна! Сердце ее ныло от страха и от жалости к братьям. КВИ. Пĕр чунăн çеç хуйхăпа çав каç чĕри çурăлать. Ib. Савăннипе Сетнерин чĕри кăлт-кăлт сикет-çке. Ал. цв. 20. Чĕри хăйĕн хăранипе тытнă кайăк чĕри пек сикет. Ск. и пред. чув. 25. Ăна курсан чĕрисем хытă кăлт-кăлт сикеççĕ. Ал. цв. 13. Юратнă кĕçĕн хĕрĕ анчах хĕрлĕ чечеке курсан, чĕтĕресе кайса, чĕрине темĕскер сăхнă пек, йĕрсе ярать. Ск. и пред. чув. 16. Ырă юрри çăлтăрсен эпир пĕлмен вăйĕпе лăплантарчĕ хуйхинчен Уланкинĕн чĕрине. Ib. 21. Юманкканăн хăлхине çав сăмахсем кĕреççĕ, унăн вĕри чĕрине çите-çите тивеççĕ. Дик. леб. 46. Анчах патша ун сăмахĕсене чĕрине хуман. Но они (речи) не доходили до сердца короля. У. Я. Пĕлĕт пек ушкăн сурăх монгол хирте кĕтет, хăй чĕринчен пĕр юрă шайлать те кĕвĕлет. Ск. и пред. чув. 16. Уланки тус çав юрра хăлхисемпе илтеймест, чĕрипеле кулянса лайăххăн вăл ăнланать.

чĕрĕ чун

живое существо. Ск. и пред. чув. 28. Пирĕн çĕр çинчи чĕрĕ чунсем çинче ылттăнăн çутатать паян хĕвел. Ал. цв. 6. Мĕн пур чĕрĕ чун пурте ун тавра вилнĕ пек пулса пĕр сасă кăлармасăр выртать. Дик. леб. 49. Пĕр чĕрĕ чун та Елиса хутне кĕмен. Ib. З6. Тинĕс хĕрринче пĕр чĕрĕ чун таврашĕ те пулман.

чĕрĕп

еж. Толст. 85. Пĕр мулкачă чĕрĕпе тĕл пулать те калать: чĕрĕп тус, эсĕ пур енчен те маттур, анчах санăн урусем кукăр, чупнă чухне çыхланаççĕ, тет. Повстречал заяц ежа и говорит: „Всем бы ты хорош, еж, только ноги у тебя кривые, заплетаются“. Букв. 1914. Ачасем курăк ăшĕнче чĕрĕп тупнă.

чĕрне

ноготь. N. Тыткала пĕлмен ал-уран чĕрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ, тет. Человеку (неумелому) попадает под ногти заноза. N. Чунăм чĕрне вĕçнех çитрĕ. Душа ушла в пятки. || Копыто. Образцы 46. † Тăп-тăп тăвать халĕ çак турă ут, сарăлнă-тăр çавăн чĕрнисем. Такмак 1. Утмăл çухрăм хура вăрман урлă каçнă чухне пĕр пăлан куртăмăр: унăн мăйраки вĕçĕ ылттăн иккен, чĕрни вĕçĕ кĕмĕл иккен, мăйракипе шăйăрать те йĕр тăвать, чĕрнипе пусат те çул тăвать. || Коготь.

формă

форма. Ст. Пĕр формăшăн кăна эп тайрăм та пуçа, сас патăм.

хĕв

пазуха. См. хӳ. N. Хĕве чик, спрячь за пазуху. N. Хам пĕр хĕв татса тултартам. Латыш. Амăшĕ пиçикине салтать те, хĕвĕнчен чиксе, аялтан виç хут кăларать. ЧП. Мĕскĕн ача пуличчен анне хĕвĕнчен тухас мар-мĕн. N. Ку нушана куриччен анне хĕвĕнче выртас-мĕн. N. Патша нуши пуçран иртиччен выртаяс-мĕн анне хĕвĕнче. || Ир. сывл. 9. Çĕн хумсен сассипе пуçтарса хучĕ чĕрем-хĕвĕме. || Место, куда помещают молодых после свадьбы.

хĕве

описка вм. хĕвел? Н. Якушк. Ах аттеçĕм, аннеçĕм, кăнтăрла çиме лартăмăр, пур ачу та тĕрĕсчĕ, хĕве шăхăра (так!) ларнă чух санăн пĕр ачу çук пулĕ. (Хĕр йĕрри).

хĕвел

солнце. солнышко. Ск. и пред. чув. 88. Вут пек хĕвел выляса çул тӳпене хăпарать. Пазух. 92. Хĕвел хĕрлĕ хĕрĕсем, Турай хĕрсем тиейсе, суйламасăр илес мар. Дик. леб 43. Хĕвел анса çитеспе Елисан пиччĕшĕсем вĕçсе таврăннă. Когда зашло солнце, в пещеру прилетели братья. Ib. 36. Хĕвел анса килет. Солнце близилось к закату. Ib. 41. Хĕвел чылай çӳле кайсан... Когда солнце поднялось выше... КВИ. Çутă юхăм унăн айĕнче, çӳлтен ылттăн хĕвел çутатать. Под ним струя светлей лазури, над ним луч солнца золотой. N. Хĕвел анчĕ ту айне. N. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. N. Пĕр пĕлĕт çук, хĕвел çунать. А.-п. й. 42. Хĕвел анса ларчĕ. Тимухха лашине шăварма тухса кайрĕ. НР. Чупрăм-тухрăм ту çине хĕвелпе пиçнĕ çырлашăн. Взбежала я на горку за созревшей на солнце ягодой. ГФФ. Ашшăн-ăшшăн хĕвел пăхсан... Если солнце будет припекать. Ib. Ушшăн-ушшăн хĕвел пăхсан та, хорĕн те тăрăх сохăр йохать. Когда солнце сильно припекает, по дереву (березе) течет смола. Абыз. Çĕр çăввинче çĕр-çырли, çĕр-çырли, çĕр çăввине хĕвел пăхсан, тата пиçес кăмăл пур. Оп. ис. ч. II. Сывлăх пулсан таврăнăпăр, хĕвел пекех çаврăнса. Если будем живы, то вернемся подобно тому, как обращается солнце. N. Хĕрлĕ хĕвел сан умăнта йăлтăртатса тăрать, аялта тен çак пĕлĕтрен витрелетсе çумăр çăвать. Перед тобою блещет красное солнышко, а внизу из этого облака, может быть, льет проливной дождь. Баран. 28. Шĕшкĕ юмана хупласа хĕвел ямасăр тăнă. Орешник глушил его и не пропускал солнечных лучей. ТХКА. 108. Хĕвел тухас пек, çанталăк çуталать. Ib. Хĕвел чылай çӳле улахрĕ, хĕртсе пăхать. Шурăм-п. № 19. Хĕвел анса ларчĕ. Халĕ апат çиет пулĕ, ăна амăшĕ пăтă пĕçерсе çитерет, тет. N. Сивĕ кун виçĕ хĕвел пулать. N. Вĕсен пичĕсем хĕвелре çунса кайнă. N. Хĕвелпе тăрса, мĕн хĕвел аничченех кĕтӳре çӳрет. Чув. пр. о пог. 51. Виçĕ хĕвел курăнсан, сивĕ пулать. Если появятся три солнца, будет холодио. Ib. 42. Хĕвел хĕртсе пăхсан... Если солнце печет... N. Хĕвел витĕр (пăхвă чухне) çăмăр çусан, тата тепĕр çăмăр пулать. Если сквозь солнце (когда оно светит) идет дождь, еще дождь будет. Вопр-Смоленск. Хĕвел тухсанах пĕлĕт айне кĕрсен, çамăр пулать. Панклеи. Хĕвел те пĕлĕт айнех полчĕ (зашло за облако). С. Алг. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел, çуратнă çĕр-шывсем шел юлать. N. Хĕвел каялла кайса пăхсан, çăмăр пулать, теççĕ. Якейк. Эс çанашкал покан тусан, хĕвел тепĕр çĕртен тохĕ. Ib. Эс çав окçая парсан хĕвел тепĕр енчен тохĕ. Ib. Ĕнер конăпех хĕвел пăхрĕ. N. Ма мана хĕвеле кăтартмастăн? Почему ты мне не даешь смотреть на солнце? N. Пӳртре хĕвел çутипе çап-çута. В комнате светло от солнца. N. Хĕвел пĕлĕт айĕнчен тохрĕ; хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе карĕ. Пĕлĕтсем хĕвел тĕлĕнчен сирĕлсе карĕç. N. Эпĕр хĕвелте ларатпăр. N. Мана хĕвеле тохма йорамасть. N. Хĕвелте çӳреççĕ. N. Старик хĕвеле ларчĕ. N. Ача макăрнă чохне ăна чарас тесе: хĕвел пăхать, ай, хĕвел пăхать, тесе калаççĕ, ача вара чăнахах макăрма прахать те, колма тапратать. Вăт хĕвел пăхса ячĕ, тесе каран колаççĕ. N. Пирĕн ăрам хĕвеле хирĕç пăхса ларать. N. Сар хĕвелте (в солнечные дни) çырла часах пиçет. N. Олăх толли сар хĕвел, кайăк вĕçни корăнать. N. Эпĕр паян кĕлтесене хĕвеле сартăмăр (на солнышко). N. Тĕкĕрпе хĕвеле ак вылят (не пускай зайчиков). N. Эпĕ пулсассăн, çакă уя пĕтĕмпе хĕвел аксан тапратса хĕвел тохаччен сухине туса, тыррине акса çитĕнтерсе, вырса, авăн çапса, тыррине йăлтах ампарсене тултарса хурап, тесе калать тийĕр, тенĕ, тет. N. Хĕвеле пăх та уйăха пăх, хĕвел çути сап-сарă, уйăх çути çап-çутă. Мусирма. Хĕрлĕ-хĕрлĕ, теççĕ ăна, хĕвел çинче ӳснĕ вăл. N. Пĕлĕт çинче илемлĕ хĕр çӳрет. (Хĕвел). N. Пăх-пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, çу чашкипе çу парам, пыл чашкипе пыл парам, ачу шыва кайсассăн, кĕвенте пуçĕпе туртса илĕп, сана хĕрли, мана шурри. (Сăвă). Н. Карм. Сирĕн пĕвĕр çинçе, сăнăр хитре, питĕр çинче хĕвел çутти пур. Ст. Чек. Хĕвел хĕлле çулахинчен аялта тăрат. Тюрл. Хĕвел аякка сулăнсан... Когда прошел полдень... Хурамал. Хĕвел аннă чух хулăм пĕлĕт тĕлне ансан, йĕпе пулать, теççĕ. N. Эсĕ апла тусассăн, хĕвел кай енчен тухĕ. ЧП. Пулă çакрăм хĕвел. Изамб. Т. Хĕвел йывăç пĕввине яхăн çĕкленчĕ. N. Хĕвел йăлт (кăшт — если дольше) пăхрĕ те пĕлĕт айне кĕрсе кайрĕ. Солнце проглянуло и опять скрылось. N. Хĕвел яраймăн ху тĕлне (невозможного не сделаешь). Унта аннӳ хĕвел пăхса çӳренĕ (об этом заботилась я). Юрк. Хĕвел ануçăм çанталăк пит хĕрелет. N. Хĕвел майĕ (майнелле) çаврăнса-çаврăнса, каллех пӳрте йăтса кĕрет. N. Хĕвел тĕтреленсен, уяр пулать, теççĕ. N. Хĕвел кутăн, каялла пăхсан çумăр пулать, теççĕ. N. Хĕвел юпа пек тухсан, çумăр пулать. N. Пирĕн тĕлтен Хĕвел анчĕ пулас (наше счастье закатилось). N. Тăвану килнине курсассăн, хĕвел пулса чупса тух. N. Кирек çта кайсан та пĕр хĕвел. N. Вара отсан-отсан хĕвел анса карĕ. Н. Лебеж. Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. N. Чӳречесĕр çӳртра пĕчĕк шăтăкран хĕвел кĕрсен... N. Хĕвел инçе карĕ. N. Курнитсара çыру çырнă чух, хĕвел ӳкрĕ пит çине. Кан. 1929, 178. Шăршлă, нӳрлĕ, хĕвел кĕмен пӳрт. N. Хĕвел виттĕр пăхни. N. Хĕвел тохсан тин... Микушк. Ирхине Хĕвел ӳкет пичĕ çине (на лицо его падает). Торп-к. Карăнтăк виттĕр ылтăм туя кĕрĕ. (Хĕвел). N. Вăл хапха çил хĕвелне шалтăртатать, хĕрӳ хĕвелпе ялтăртать. N. Хĕвел (-е, -ĕн) анма вăхăт ĕнтĕ. N. Çĕн çул кунĕ ырă хĕрлĕ хĕвел пулчĕ. N. Хĕвел ăшă пăхать. N. Хĕвел анарахпа пурте киле таврăнаççĕ (с поля). ГТТ. Мана пĕлĕт çаврака хуран тĕпĕ евĕрлĕ, хĕвелĕ лапка туйăннă. N. Çак кунсенче хĕвел пулмарĕ. Хĕвел ларнă вăхăтра анчах çитрĕмĕр. N. Йĕрекен ачана култарас тесе: „Хĕвел пăхать“, теççĕ. N. Пăхман хĕвеле ирĕксĕр пăхтараймăн (ӳпкелекен çинчен калаççĕ). Никит. Хĕвелпе юр кайсассăн, тулăпа урпа пулать, тенĕ ĕлĕк. N. Эсĕ хĕвел анса лариччен çит (или: килсе ĕлкĕр, или: килме тăрăш). Ты приходи до захода солнца. Сред. Юм. Пăх пăх, хĕвел, ачу шыва кайрĕ вит, квенте пуçĕпе туртса илтĕм, ачуна хĕрлĕ çăмарта парăп, хуна шурă çăмарта парăп. (Поют дети, когда солнце скрывается за облаками). N. Эп сана çавăншăн олталап полсан, ман çине хĕвел ан пăхтăр (пусть помру). N. Хĕвеле май çаврăн. Иди по солнцу с востока на запад. N. Хĕвеле хирĕç, против солнца, с запада на восток. N. Онăн куç пит начарланнă, хĕвел курмас вит олă. N. Хĕвел куçа çиет. Солнце глаза ест. N. Хĕвеле питĕн пӳрт çутă полать. Изба, обращенная к югу, бывает светла. N. Хĕвеле тӳртĕн пӳрт тĕттĕм полать. Изба, обращенная на север, бывает темна. N. Хĕвелпе пĕрле тохса кайрăм. Выехал при восходе солнца. N. Хĕвелпе пĕрле киле кĕтĕм. Приехал при заходе солнца. N. Эс те çавна тусан, хĕвел те тепĕр енчен тохĕ. (Говорят, когда уверены, что он не может этого сделать). N. Хĕвел анса лара пырать. Хĕвел анса пырать. Первое показывает, что до заката близко, а второе дольше, чем первое. N. Хĕвел кăнтăрлаччин вăкăрпа чупать, тет, кăнтăрла иртсен, карсакпа чупать, тет. N. Хăш чухне хĕвел çӳл енчен карталанса тата тепĕр хĕвел пулать. Вăл хĕвел тавраллах çавăрăнать пулсан, „хĕвел карталаннă“ теççĕ. N. Хĕвел каçалана сулăнсан, çĕрте йăвăç мĕлкисем вăрăмлана пуçларĕç (от деревьев протянулись длинные тени). N. Хĕвел ансан пуçласа тепре хĕвел аничченех. N. Хĕвел тухсан пуçласа тепĕр хĕвел тухичченех. N. Хĕвел хĕртнĕ — солнце палило. N. Хĕвеле хирĕç пăркăç пĕренене ман ним кăмăл туртмасть ăна, ан тив юлтăр вăл, тен маччаран çӳлелле хурăпăр, халь маччаналла пураса çитиччен пĕрене çитет-ха. N. Ытти пĕчĕккĕн курăнакан çăлтăрсем, хĕвелтен шутласан пирĕн çĕртен темиçе мĕлюн хут та ытла аякра тăраççĕ, çавăнпа вĕсем хĕвелрен пĕчĕккĕ пек куранаççĕ. СТИК. Хĕвел çинче типĕтнĕ (о копченном на солнце). Ib. Хĕвел тӳпере чух, в полдень. Ib. Паçăр çăмăр çурĕ, халĕ хĕвел пăхат ĕнтĕ епле (говорят о маленьких, если они только что поплакали и смеются). N. Пĕчĕк ачасем хĕвел пĕлĕт айне кĕрсе сулхăнлатсан ак çапла калаççĕ: „Хĕвел! Ача кĕпи шыва карĕ, туртмаллипе туртса ил“. N. Хĕвел апатчен вăкăр çинче пырать, тет; апатран варалаша çинче, кантăрларан вара — кайăк çинче. N. Хĕвел кунран-кун иртерех тухса пырать (ир тухнăçеммĕн ир тухса пырать, кая юлнăçеммĕн кая юлса анса пырать). Янтик. Эп вăхата хĕвеле пăхса пĕлеп. N. Хĕвел хĕлле çӳле каймас. Изамб. Т. Пăхăр-ха, ачасем, епле хĕвел выляса тухать. N. Пăртак кăна хĕвел хĕрри курăна пуçларĕ (утром). N. Хĕвел йывăç пӳ (пĕвĕ) хăпарнă çĕре эпир киле çитрĕмĕр. N. Хĕвел анас патне çитнĕ, тет. Артюшк. Ачамсене пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх тавăттăм. Собр. Виçĕ хĕвел тухсан, уйăхĕпех йĕпе пулать, теççĕ. Н. Карм. Хĕрлĕ хĕр пĕлĕт тăрăх çӳрет. (Хĕвел). N. Ача, ку çумăр хĕвелĕ пулĕ, ытла пит хĕртет. ЧП. Хĕвел пăхрĕ — типĕтрĕ. N. Виç хĕвелпе кайман шурă юрсем. N. Кирек ăçта кайсан та пĕр хĕвел N. Вăл вăхăтра хĕвел выляса тухрĕ вăрман çинчен пĕлĕт çине, кун та хитреленсе карĕ. Лобашк. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел). N. Чипер хĕр пысăк уйпа çӳрет. (Хĕвел). Синьял. Хĕвел витĕ, çу витмĕ. (Кантак). Сятра. Вутсăрах çунать, çунатсарах вĕçет, урасăрах чупать. (Хĕвел). Альш. Çула хăшĕ-хăшĕ куç ыратнипе хĕвел çине тухаймасăр лараççĕ. N. Хĕвел анса пырать (скоро закатится). N. Хĕвел карталаннă (круг вокруг солнца к непогоде). N. Хĕвел тухса сарăлнă (совсем уже взошло). N. Хĕвел кулать, хĕртсе хĕвел пăхать. N. Пăх, хĕвел, пăх, хĕвел, этемсене савăнтар. N. Хĕвел шăвать. Кив-Ял. Хĕвел тухать хĕрелсе çут тĕнчене çутатса. (Вăй юрри). Нюш-к. Иртсе пыракан çын пичĕ çине тĕкĕрпе хĕвел çуттине ӳкерес. N. Хĕвел кашни кун ир тухнăçемĕн ир тухать (ир анса ларнăçемĕн ир анса ларать). Курм. Вăрмана çитсен, хĕвел анса та ларчĕ. Аттик. Хĕвел кашни кун пĕçернĕçем пĕçерет. N. Хĕвел ир хĕрелсе тухсан йĕпе пулать (вăл кун çăмăр е юр çăвать), теççĕ. КС. Ура питне хĕвел çапрĕ (насквозь, сильно прожгло). Трхбл. Хĕвел пирĕн йĕтем пысăккăш, тетчĕç ваттисем. N. Хĕвел пит хĕртет. N. Хĕвел тухнă çĕрелле çитрĕмĕр (ко времени восхода солнца). N. Паян эп тăрсассанах хĕвел тухрĕ. Красн. Горка. Хĕвел питĕ хытă пахать. Сĕт-к. Хĕвелин пăхасси номаях мар та-ха; час кĕлет айне хопланмалла. || Назв. божества. Магн. М. 63, 64. Хĕвел ашшĕ, амăшĕ, хăлхи, çоначĕ, ори. || Клятва. Ст. Чек. Хĕвел, илмен эп ăна. Сред. Юм. Хĕвел пôр! (Тôпа туни). Орау. Мĕн эсĕ çын çинчен çука калаçса çӳрен: эпир хĕрсемпе ун-кун, апла та капла çӳренĕ, тесе калаçса çӳрен? — Çук, Якку. Ак, хĕвел, калаçман. Ăна сăмах вĕçертнине (что болтают зря) ху та пĕлен-çке.

хĕвел тĕттĕмленни

затмение солнца. N. Хĕвел тĕттĕмленме малтан пĕр хĕрринчен тытăнать. Унтан кайран çав хĕрринченех уçăлса пырать. Орау. Хĕвел тĕттĕмленсен хĕвеле кăраççын çине тытса хăрăмлатнă кĕленче виттĕр пăхрăмăр. В. Курм. Хĕвел олшăнать, затмение солнца.

хĕвĕн

грудиться, тесниться (в смысле густоты, напр., об урожае хлебов). См. хĕв. Сам. 58. Тăрăшнине курайса тырри пулĕ хĕвĕнсе. Хурамал. Кăçал тыра пит ăннă, хĕвĕнсе ӳкнĕ (питĕ ӳссе пĕр енне тайăннă). N. Юр хĕвĕнсе анать. Ст. Чек. Ăшă хĕвĕнсе антăр. N. Юн хĕвĕннĕ — юн купаланса килнĕ. Чертаг. Хĕвĕнсе лайăх полнă (тырă).

хĕл

зима. N. Хĕл, хĕлле. Орау. Пĕр вăтăр улт çул хушшинче хĕл кун пек час ларман. N. Кăçал хĕл ир ларчĕ. N. Хĕл иртрĕ (также: çитрĕ). N. Хĕл нумай юлмаст (осталось немного до весны). N. Хĕл ларчĕ. Установилась зима. N. Кăçалхи (или: ку) хĕл — хĕл пек те мар. N. Хĕл килет (или: пулать) пуль! Видно, хочет быть зима. N. Хĕлӳ анчах ларать халь, эс çулахине шухăшлатăн! Еще только зима наступает, а ты уже думаешь о лете (о летнем). А.-п. й. 65. Çук, апла юрамасть, пĕчĕк кайăка усрава илнĕ йăвăçсен çулçисене пĕрне те ан тивнĕ пултăр, вĕсем хĕлĕпех симĕс тăччăр, тенĕ. ГФФ. Хомăш котне пăр шăнсан, хĕл полнине тин пĕлчĕç. Только тогда узнали, что наступила зима, когда обледенели комли камышей. Рак. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх. В. С. Разум. КЧП. Хĕле хирĕç, к зиме. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç. N. Хĕл ларас уммĕн, перед наступлением зимы. N. Хĕлччен инçе-ха. Туперккульос 36. Çывăрасса та хĕл хушшинчех чӳречесене уçса ярса çывăрма пултарать. Кан. 1927, № 212. Хуртсем хĕле аван каçсан, вăсене çуркунне пăхма аван. Баран. 161. Çула пит шăрăх пулать, хĕл сивĕ килет. Е. Орлова. Хĕл айне полаттăр. Вас застанет зима. N. Кăçал хĕл час ларĕ. N. Хĕл хырăмĕ аслă, теççĕ. (Послов). N. Хĕл хырăмĕ пысăк, теççĕ. Регули 1205. Ку хĕл иртнĕ çĕрте çĕр сом илтĕм. Ib. 392. Хĕл полĕ (или: полать) ĕнтĕ. N. Хĕле кĕриччен (до зимы) эсĕ килме тăрăш. Т. VI. Эпĕ хĕле кĕриччен качча каймалла (должна выйти замуж). Унтан хĕлĕ пулчĕ, тет те, хĕрĕ те качча каяймарĕ, тет, карчăкĕ те вилеймерĕ, тет. Изамб. Т. Çапла вĕсем ĕçлесе хĕле кĕрсе каяççĕ. Ала 96. Пурăнсассăн-пурансассăн, çакă мĕскĕнсем тата хĕле кĕрсе кайнă. N. Хĕле кĕретпĕр, начинается зима. Орау. Хĕле кĕни нумай пулмасть халь. Зима наступила недавно. N. Хĕле кĕрет, наступает зима. N. Хĕле кĕретпĕр ĕнтĕ. Истор. Киле каяс тесен, хĕле кĕтĕмĕр; капла пĕр усăсăрах киле кайсан, пире никам та ырă сăмах калас çук, хамăртанах кулĕç. Изамб. Т. Халĕ хĕле хирĕç (к зиме). N. Ул хĕлте те атă ĕçлесе нумай укçа тупрĕ. N. Унтан хĕл иртрĕ, çуркунне çитрĕ. КС. Выçлăх чухне çур хĕлтен çуркуннене çитичченех йăтса тăратса пурантăмăр (больных животных, которые ве могли сами подниматься). Ст. Шаймурз. Петрав иртсен тăри юрласан, хĕл час ларать, тет. Кан. Çак савăта иртнĕ хĕлте юсама тытăнчĕç. Якейк. Хĕле хирĕç чӳречесене питĕртĕмĕр. N. Хĕл пĕтеспе (или: иртеспе) карĕ. Уехал в конце зимы. СТИК. Хĕл лараспа (к зиме) çанталăк пит сивĕтсе çитет. Сред. Юм. Нӳхрепе пăр хĕрсан, хĕлтен хĕле çитечченех пырать. N. Арман пĕвинчи пулла хĕл пĕтерет. || В переносном смысле. N. Нихăçан та çынна сăмахпа кӳрентермест, йытă çурине те хĕл кăтартмасть.

хĕлĕн-çуйăн

хĕлĕн-çăвĕн, в течение всего года, круглый год. N. Атти карти хурăнлăх, хĕлĕн-çуйăн шу юхать. Н. Сунар. Хĕлĕн-çувăн пĕр тĕс. (Чăршă).

хĕл каçа

в течение всей зимы. N. Яккуран хĕл каçа та (за всю зиму) пĕр çыру анчах илтĕм.

хĕл-хута

в течение всей зимы. N. Сухине хĕл-хута ампар айĕнче çӳлĕ çĕрте ларнă çĕртен антарса. Сред. Юм. Çак ачасемпе туйлашса хĕл-хута пĕр çич-сакăр хôтăртан ытла арлаймарăм вит. ТХКА 67. Катки-каткипе хăяр, купăста панулми хĕл-хута çимелĕх тăварланă вĕсем.

хĕлхем

искра, пламя. А-п. й. 30. Шарт, шарт! тутарса çапаççĕ, кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. Чураль-к. Юман вутти хĕлхем пек. СПВВ. ИА. Пĕр хĕлхемпе ял çунать, çын сăмахĕпе çын вилет. N. Мана кăмрăк пачĕ, çил вĕрчĕ те, вут тивсе алăран хĕлхемĕ çĕре ӳкрĕ. || В переносном смысле. Якейк. Орау. Эп паян пĕр хĕлхем ăша яман (ни крошки не ел). Сред. Юм. Паян эп çăвара пĕр хĕлхем çăкăр та хыпман, кô таранччин так выçах пôрăнап. СТИК. Паян акă пĕр хĕлхем çăкăр та çыртса пăхман ха. Сегодня еще не ел ни крошки. || Юрк. Шурă йĕтĕн тура-шăлĕ, хĕлхемĕ кĕске пулайрĕ. (Хĕр йĕрри).

хĕмлентер

понуд. ф. от хĕмлет; поджечь. N. Сана хăватсем тăвакан вут пек хĕмлентерекен тивлете панă. || Бить. ЧС. Ак мана хĕмлентере пуçларĕ. Тюрл. Эп она хĕмлентерем-ха. || В переносном смысле. Хорачка. Сояя хĕмлентерет анчак вăл. N. Пĕр онпа лартăмăр та сояя хĕмлентертемĕр (йоратса сояласа нумай поплярăмар).

хĕматлăх

то же, что хăйматлăх. Собр. Вĕсем çапла виçĕ хутчен тусассăн, кинне хĕматлăхĕ пурте йăтса кӳртет. Унтан вара хĕрне хĕматлăх ашшĕ йăтса урапа çине лартать те, килкартинчен тухса каяççĕ. N. Вара хĕматлăх тиекенни пĕр чĕрес сăра илет, тата кĕрӳшне кĕççе параççĕ те, хĕматлăхĕ малтан пырать, кĕрӳшĕ ун хыçĕнчен кĕççе йăтса пырать. Унтан вăлсем сарайне кĕреççĕ те, сĕтел тавралла виçĕ хут çавăрăнаççĕ, тăваттăмĕш хутĕнче кĕрӳшĕ кĕççине сак çине хурать те виçĕ хут çапса ларать, хĕматлахĕ те сăрине сĕтел çине лартать.

хĕмĕл

все, поголовно. Сред. Юм. Килчĕç пĕр виç-тăват ӳсĕр те, чӳлмексене хĕмĕл салатайса тохрĕç (разбили все горшки).

хĕн

нужда, несчастье, страдание, мученье. КВИ. Асап килсен, хĕн килсен, шухăшласа ларатăп. N. Сан чĕрӳ анчах хĕн витĕр савăнаç пĕлместчĕ. Изамб. Т. Халĕ ĕнтĕ çуклăхĕ пĕр хĕн, ывăлĕсем суккăрри тата ытларах хĕн. N. Сасартăк хĕн килсен, икĕ çивĕчĕллĕ çĕççе час туртса кăларма пулать, тесе, эпĕ ăна кăларса пăхрăм. Турх. Ман савăнăç эс пулатăн. Хĕнре сана манмарăм. О сохр. здор. Çавăнпа вăл ĕçлекенсем яланах хĕне ереççĕ. || Трудность. N. Анчах ăна вырăна кĕресси хĕнсĕрех пулман (было не без трудностей). Т. IV. Çуркунне шыв хĕнпе кайсан, çăв йăвăр пулать, теççĕ. Янтик. Шăнкăр-шăнкăр туй килет, пирĕн аппана хĕн килет. (Свад. п.). || Трудные обстоятельства. Баран. 99. Хĕн килнĕ хутра хуçи хутне кĕрет (собака). В Трудный, тяжелый. N. Эпĕр питĕ хĕн çĕрте тăратпăр. N. Эсĕ ĕçлекен ĕçсенчен тата хĕнтерех тата аслăрах ĕçсем пур. Бгтр. Трудно, тяжело. N. Пире ку вăхăтра хĕнтерех килчĕ. N. Епле хĕн пулсан та, çыру ямасăр ан тăрăр. Пухтел. Кусартан пуçне хĕнччĕ-ха. Изамб. Т. Ун чухне тата хĕнтерех пулĕ (труднее). N. Питĕ хĕн килĕ. Пирĕн тăшман пит усал. N. Авалхи саманара çӳреме те пит хĕн пулнă.

хĕне кай

впадать в продолжительную болезнь. ЧС. Тата хĕне кайнă, тесе, хĕрĕх те пĕр йăвăçăн тăррине пуçтарса вĕретсе ĕçтерсе пăхрĕçĕ, ăна ĕçтерсен те самай пулмарĕ. Шăна чир. сар. 13. Çын вара чирлесе тем таранччен хĕне кайса асапланать.

хĕн кур

болеть, страдать, мучиться; терпеть притеснения. Абыз. Эпĕ йăтас çӳпçине ыр çын йăттăр, ыр куртăр, ыр куртăр та хĕн куртăр. Полтава. Улпут алли айĕнче пурăнса хĕн курнă. О сохр. здор. Çын пĕр-пĕр чирпе хĕн курса пурăнать пулсан, унăн ачи-пăчи те çав чирпе çуралать. Пшкрт. Вăл нумайран хĕн корат (давно хворает). Ой-к. Аран-аран çӳренĕ хĕн курса. Тюрл. Ах-ах-ах, çич çултанпа хĕн курап. (Когда человек вздыхает о чем-нибудь, то произносит эти слова как бы шутя). Кан. 1925, № 46. Лашапа та, çуран та çырми урлă хĕн курмасăр каçмалла мар. N. Йоман йӳç те хĕн корат (хворает).

хĕнен

быть битым. N. Киле таврăннă чух пĕр çĕлен хĕненнине курать, тет. Юрк. Кĕпене ансăртран тӳнтерле тăхăнсан, çав çын хĕненет. || В перен. знач.— возиться с делом. Ст. Чек. Ан хĕнен! Оставь ты это дело! СПВВ. МС. Мĕн эсĕ так хĕненсе çӳрен. СТИК. Мĕн хĕненен: кама кирлĕ ĕç вăл? Тăвасчĕ ав çавна. И. С. Степ. Хĕненес.

хĕнешни

драка. 93 çул, 26. Пĕр хупах теприпе тавлашать; унта хĕнешнисем, сканталсем.

хĕрĕн

ребром. Çатра-к. Пăхать çын, пĕр сӳре ана çинче хĕрĕн тăрать, тет.

хĕр

калиться, закалиться, накаливаться, N. Килне юлаканнисем тула тухса хĕрнĕ чул утса яраççĕ. (Похороны). Микушк. Мунчи хĕрсе çунна вăхăтра чулĕ çурăласса-çурăласса çитет-çке. N. Пӳрт пĕренисем тимĕр пек хĕрсе кайнă (накалились). N. Аслăк питĕ хĕрсе çитнĕ-мĕн, темле çунса каяйман. N. Çумăр пулманнипе çĕр хĕрсе çурăла пуçларĕ. Кĕвĕсем. Шурă мунча вутти хĕрсе çунат, турчăкине чиксе пулмарĕ. || В переносном значении. Бугульм. Шурта мунча вутти хĕрсе çунать, ик сар хĕрĕ хĕрсе шыв йăтать. Полтава 10. Ватă чĕре еррипе хĕрет вутлă шухăшпа. Тип-Сир. Пачăшки пуртре хĕрсе çăвăрать (спит во всю) тет. Алик. Хĕрсе çĕмĕрт çорлас чох мĕншĕн тăнех ӳкет-ши? Вĕсене курмах çамрăксем те тата питрех çĕкленсе кайса хĕрсе ташлаççĕ. N. Хĕрлĕ-хĕрлĕ автана хĕрсе турă çуратнă. С. Дув. Хĕрсе тырă выртăмăр, хĕр сăрине карăмăр. ЧП. Хĕрсе хĕвел пăхнă чух. N. Хĕрсе ĕçлеççĕ. Тюрл. Манăн матка хĕрсе вырать. Скотолеч. 14. Çапах та çапла имлесен, вăл хуллен ĕçлеме юрать, пĕр хĕрсен, чуптарма та юрать (лошадь). N. Çапах та хĕрсе кайнипе пĕрре те ыратни сисĕнмест. || Преть. О земл. Юр айне пулсассăн, вĕсем хĕреççĕ те çĕре пуçлаççĕ. N. Типĕ навус часрах хĕрет, çавăнпа ĕçе те часрах каять. КС. Хĕрне, затхлый. Ib. Тырă хĕрсе кайнă. Хлеб стал предым, затхлым. Ib. Сĕлĕ хĕре пуçланăччĕ... Скотолеч. 8. Типмесĕр хĕрсе выртнă курăк. || Перегорать (о муке, не высыпанной из мешков; перегорелая мука дает тесто, которое легко уходит из квашни). Пухтел. N. Хĕрсе кăвакарса кайнă çăнăхран пĕçерсен, çăкăр никçан та аван пулмасть. || Опьянеть. А.-п. й. 77. Ваçлей хăй те хĕрчĕ. Василий и сам опьянел. Якейк. Хĕрсе çитсен (когда разойдется от алкоголя), хĕр йорлать, пирĕн мĕншĕн йорлас мар. Ib. Хĕрсе çитсен хĕр йорлать, эпĕр йорласан мĕн полĕ. Сĕт-к. Хĕрсе çитсен хĕр йорлать, пира (= пире) йорласан мĕн поль-ши? Изамб. Т. Ул та чипер хĕрчĕ (опьянел), манăн та пуçа кайрĕ. Собр. Пирĕн çамрăк ачасен пуç хĕрмесĕр кăкăри çаврăнмаст. N. Пирĕн пек çамрăк ывăл-хĕр пуç хĕрмесĕр кăкăр çавăрăнмасть. Тайба Т. Пирĕн пек те ватă, ай, çынсенĕн пуç хĕрмесĕр кăкăрсем, ай, хĕрмеççĕ. Васильев. Ĕçсен-ĕçсен, хăнасем хĕрсе каяç те вилнĕ çын çинчен манаççĕ, хĕр туйри пек хĕпĕртесе вăйăç чĕнтереç. N. Кăшт хĕрнескер, пупа пĕрте шикленмесĕр анпуççи çине хурса йăтса тухса кайнă çырманалла. ТХКА 95. Хĕрнĕ майĕпе пулмалла, Митюк арăмĕ çуталса кайнă, авкалана-авкалана юрлать. Шел. П. 30. Хăшĕ сăра лапкинче пăртак ĕçсе хĕреççĕ. С. Дув. Вăл пуç хĕрмесĕр юрламаç.

хĕр

дочь. КВИ. Хăйĕн аслă хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? На свете что всего жирней? — спросил однажды так отец у старшей дочери своей... Ib. Унтан кĕçĕн хĕрĕнчен ашшĕ ыйтать: мĕн мăнтăр? Затем спросил он: что жирней? — у младшей дочери своей. А.-п. й. 103. Чухăн хуйхăрса килне таврăнчĕ те хĕрне каласа пачĕ. Бедняк с горечью понес (кудель) домой и рассказал о своем горе дочери. ГФФ. Пире пуян çын хĕр памасть. Богатые люди не выдают за нас дочерей. N. Пуян хĕрĕ теейсе те, пуç ывăтса ан тăрăр; чухăн хĕрĕ теейсе те, пуçа усса ан тăрăр. N. Пирĕн атте хĕрĕ. Изамб. Т. Хальхисем (дети) виççĕш те хĕр. Ст. Чек. Хĕрме (= хĕрĕме) калап, кинĕм илт. (Послов.). Мусир. Пирĕн аттен пĕр хĕре Вĕренер кулли пулайчĕ. Городище. Санпа пĕр тăван хĕр миçен тата? А сколько у тебя сестер? Абыз. Манпа пĕр тăван пилĕк хĕрччĕ. К. Кушки. Пирĕн пилĕк хĕр, у наших родителей пять дочерей. Ib. Эпир çемьере пилĕк хĕр, нас в семье пять сестер. || Девица, девушка, девка. ГФФ. Коçăма ятăм хĕр çине те сар хĕрсене солляма. Я дал волю своим глазам выбирать красных девиц. N. Йăштин-яштин яш ачи, хĕрсем тавра коскалать. Высокий красивый парень вертится вокруг девушек. N. Хальхи те хĕрсем яш майлă. Нынешние девицы похожи на парней. N. Ĕнтĕ савни кĕтет, сарă хĕре кĕтсе илеймест. N. Вылямашкăн, кулмашкăн та кăвак куçлă хĕр чипер. Богдашк. И уччанна, уччана, юр çăват-çке пахчана; юр çунипе юр пĕтмест, хĕр кайнипе хĕр пĕтмест. Чертаг. Ентри пичи калатчĕ: сарă вăрăм хĕрсене сарай кашти тăвап, тетчĕ. ГФФ. Çакă та ялăн хĕрĕсем, çул юсама тухсамăр. Девушки этой деревни, выходите чинить дорогу. N. Пĕр Петĕре çитмест-çке те, çĕр çитмест мар, хĕр çитмест. Только одному Петру нехватает — не земли нехватает, а девушек нехватает. N. Çак ял хĕрсен ячĕ аслă. Велика слава у девушек этой деревни. N. Ай, ачи лайăхчĕ, хĕрсем патне каймаст-чĕ. Ах и хороший был парень (жених)! К девушкам, бывало, не ходит. N. Ял-ялĕнче яш малта, хамăр ялта хам малта, çакă ялта хĕр малта. В других деревнях на первом месте парни, в нашей деревне я сам на первом месте, а в этой деревне на первом месте девушки. Пазух. Çакă ялăн хĕрĕсем ялан шăлан чечек пек, ялан мăкăнь çеçки пек, йĕркипе ларнă чĕкеç пек, суса çакнă нухрат пек, йĕп куçĕнчи пурçăн пек, кача-пӳрне çĕрри пек. СТИК. Кĕрхи сăрара пирĕн пит хытă ĕçеççĕ. Ваттисем хăйсем хурăнташ-ăрусемпе ĕçкĕ тăваççĕ, çамрăксем (бивают и женатые молодые люди и замужние) хĕрсем кĕрхи сăра ларнă çĕрте ĕçеççĕ. Унта пĕр вăйçă пулат купăспа, ташлаççĕ, юрлаççĕ. Хĕрсен сăрине тунă çĕре кашни хĕр хăй килĕнчен салат и хăмла илсе пырат. Каччăсем вăл сăрана ĕçнĕшĕн укçа тӳлесе хăвараççĕ. Çавăнта ларнă хĕрсем вăл каç килĕсене таврăнмаççĕ, çавăнтах выртса çывăраççĕ. Якейк. Хĕрĕх тантăш хĕр тантăш, хĕрсе олах ларас чох хĕр тантăшран уйăрăлтăм. Чăв. юм. 24, 55. Хĕр пиррине хутаç çине чикет те пасара илсе каять. Юрк. Пире хĕртен арăм тумалли кирлĕ. Ib. Çирĕм çула çитсе хĕр пулса, ялăрта пур-и савакан? Торп-к. Юхин хĕр юхтарĕ, çеклеттер хĕр çаклатĕ. (Шыв юхни). Ала 65°. Ах, йыснаçăм Иван пур, хĕр Курмасăр ватăлнă. Ст. Чек. Хĕр йĕке урлă каçсан, упăшки кукша пулать, тет. Сред. Юм. Хĕр хôран хысми çисессĕн, качча кайнă чôх çăмăр пôлать, тет. (Народ. поговорка). Норус. Ати ани мăн ана (загон отца велик), хĕрсен çурли çук пулсан, унта аса килĕ-ха. (Туй юрри). Собр. Пушă хирте хĕрлĕ хĕр çӳрет. (уйăх). Шорк. Çамрăк хĕр — лет 14—18-ти; яш хĕр — лет 18—19-ти; пĕве çитнĕ хĕр — лет 17—18. ПУ. Çитĕннĕ хĕр, девушка. N. Тĕрлемес хĕрĕ, уроженка с. Тюрлемы (независимо от возраста и семейного состояния). N. Тепри — ватта юлнă хĕр. К.-Кушки. Миçе çул ман хĕрте лармалла-ши? Сколько лет быть мне в девушках. N. Хĕр чухнехи иртрĕ поль, сорхори тăвасси иртрĕ поль. (Хĕр йĕрри). Ядр. Сат картинче сар-кайăк, юрлăни те килĕшет хĕрĕн арăм полнă чох (хĕртен арăм полнă чох) макăрни те килĕшет. Нюш-к. Хĕр тупаччин хĕр тăв (хĕр çураçса тупса параччин хĕр тăв). ГФФ. Улаха та кĕтĕм те — хĕр сăмахĕ. Зашел (я) на посиденки — девичьи пересуды. || Невеста. Изамб. Т. Хĕр леçме (провожать невесту) хĕрсем каймаççĕ. N. Хĕр шыв тăкма кайни. СТИК. Вăл ĕнтĕ хĕр çулне çитнĕ: час качча парас тетпĕр. Козм. Хĕр парăп хĕл каçайми. (Шăпăр). Юрк. Авланма шухăш пур та, хĕр çук халĕ. ТХКА. Çынсем: хĕр тупса парас сана, теççĕ. N. Хĕрĕн тетĕшĕ туйра туй килнĕ чухне е кайнă чухне хĕрне хулпуççи çине хурса йăтса кӳртсе, йăтса тухса тăрантас çине лартат. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. Сред. Юм. Хĕр полнă ĕнтĕ, тек выляса çиç çӳремелле мар. Невеста уже, нечего тут все играть. Пазух. Хĕр çӳретмелле выляс уммĕн юрлакан юрă. Çак юрра юрланă чух арçын ачасемпе хĕр ачасем уйрăм тăраççĕ: пĕр енне хĕр ачасем пулаççĕ. Пĕрисем юрланă чух тепĕрисем пăхса тăраççĕ. Пшкрт. Ĕçнĕ хĕр, невеста. || Назв. родства по мужу. Юрк. Родство: 1) сарă хĕр, 2) чипер хĕр, З) хĕрсем. Ib. Чипер хĕр, сарă хĕр, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр. Якейк. Мăн хĕр, çамрăк хĕр. Альш. Хĕрсем, вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, сарă хĕр, чипер хĕр, шурă хĕр. Ст. Чек. Вăталăх хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕкçĕ хĕр, шурă хĕр, сарă хĕр. N. Сестры старше мужа — аппа, аппай, акай, моложе — хĕрсем, чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр, пĕчĕк хĕр. Н. Карм. Упăшкинĕн йăмăкĕ: асли — хĕрсем, тепри — вăталăх хĕр, тата — чипер хĕр, сарă хĕр, кĕçĕн хĕр. || Назв. речки в б. Ядр. У. (о ней есть предание, иначе хĕр шывĕ.) КС.

хĕр-аки

назв. обряда. Юрк. Хĕр-аки; хĕрсем, халер ан пултăр тесе, ял тавра акаласа çаврăннă. Етрух. Ĕлĕкхи чăвашсем хĕр-аки туни. Ĕлĕк выльăх мурĕ те, çын мурĕ те час-часах пулнă, çав муртан хăтăлас тесе, чăвашсем час-часах ял тавра тимĕр карта çавăрас, тенĕ. Вăл тимĕр карта акă епле пулнă. Çитĕннĕ хĕрсем е авланман ачасем пĕр çĕре пухăнса шут тăвнă, унта пĕр ватă çын пулнă; вăл ватă çын акă çакă сăмахсене каланă: „Ачасем, кӳршĕ яла выльăх мурĕ килнĕ, ĕнесем питĕ вилеççĕ пирĕн, хĕр-аки тăвас пулать“, тенĕ. Вара ачасен ушкăнĕнчен пĕр-иккĕн урпа çăнăхпе кĕрпе, çăв пуçтарма каяççĕ килĕрен. Каçчен пуçтарса хураççĕ, уна пĕр киле пашалу пĕçерме параççĕ. Ытти ушкăнĕсем ака пуç илсе пус тулне тухаççĕ, хĕрĕсем пурте йӳле-пилĕкĕн, хура-пуçăн (= çара-пуçăн), çивĕчĕсене сĕвĕтнĕ (= сӳтнĕ), вара пус тулĕпе ял вĕçĕнчен ака-пуçĕпе ана пуçлаççĕ: аки-пуçне вăтăрăн та пулĕ тытнă, пĕр хĕрĕ ака пуç тытмине тытать. Пуçласан кам тĕлне çитнĕ, çавăн патне кăшăлтатса кĕнĕ те, кил хуçисене саламатпа питĕ хĕртсе хăварнă, е, ютă çын пулас пулсан, уна тепле анчах вĕлермен; унтан тухса каллех аки-пуçĕ патне пурте кайса, аки-пуçне тăратса тепĕр çын тĕлне çитсен, каллех çавăн пек уна кĕрсе шыраççĕ; тупсан, хĕртеççĕ, вучаххинче кăвар пулсан, шыв сапса çӳнтерсе хăвараççĕ; тупмасан, каллех аки-пуçи патне анма каяççĕ: çапла вара пус тулĕпе анса çавăрнаççĕ, пур киле те кĕре-кĕре хĕртеççĕ; унтан тара-тара нумайĕшĕ пытаннă; вара анса çитерсен, таса уя кайса вут хураççĕ, вутне спичкĕпе е кăвартан тивретмен, уна хăйăпа хăйă сĕрсе вут тивретнĕ те; унта пăттине пĕçереççĕ, пашалуне илсе пыраççĕ те пăттине çăв хурса çиеççĕ. Выльăх мурĕ пирĕн яла ан килсе кĕтĕр ĕнтĕ, ял тавра тимĕр карта çавăртăмăр ĕнтĕ, теççĕ. Вара вут хĕрĕнчен тул çутлаччен таврăнса, харпăр-хăй килне саланса пĕтеççĕ. Çапла чăвашсем ял тавра муртан хăраса тимĕр карта çавăрнă. Çакна тройски иртсен икĕ эрнерен е виçĕ эрнерен тунă. Сред. Юм. Кӳрĕш ялсенче çынсем, выльăхсем пит виле пуçласан, хĕрсем çара-пуçăн, йӳле-пилĕкĕн, алла пушă тытса, ял тавра ака пуçне хăйсем тôртса, хăйсем сôхаласа çавăрнаççĕ; сôхаланă çĕртен кама иртсе кайнине кôрнă, сôхалама пăрахсах хĕнеме каяççĕ, çапла тунине хĕр-аки теççĕ. См. Магн. М. 135.

хĕр-арăм

женщина, женщины вообще. N. Иртнĕ çулсенче çаплаччĕ хĕр-арăм кунçулĕ. N. Хĕр-арăм тус. N. Чăн ĕлĕкрех арçын хĕр-арăма качча илмен, хĕр-арăм илнĕ арçына качча. N. Атте вилчĕ. Эпĕр халĕ çара хĕр-арăм юлтăмăр. Вишн. 65. Çапла ĕнтĕ эсир, хĕр-арăмсем, хăвăр ачăрсене кăкăр сĕчĕ, е ĕне сĕчĕ çитерес пулсан та, вĕсене час-час çитерме юраманнине асăрта тытса тăрăр: вĕсем час-часах çитернĕрен пит хĕн кураççĕ. N. Темчоль ĕçлесен те, хĕр-арăм ĕçĕ куçа курăнмасть. Ib. Хĕрĕн-хĕрарăмăнах калаççĕ она. Шел. П. 69. Хăш ана çинче виç-тăват хĕр-арăм та пĕр арçын курăнать. СЧУШ. Сурăх путек тунă çын патне пуринчен малтан арçын пырсан, сурăх тепĕринче така тăвать, хĕр-арăм пырсан путек тăвать, тет. Юрк. Пĕр хĕр-арăм, одна баба, женщина. || Прозвище мужчины, Орау. Хĕр-арăм Петров (все торчал около женщин). ГТТ. Хĕр-арăм Ванькка.

хĕрача

девочка. №. Вара вăл пĕр хĕрачапа анчах тăрса юлнă.

хĕр-ипăраç

хĕр-ипраçĕ, хĕр-ипраç, хĕри-пăраç, хĕри-праç, девушка вообще, взрослые девицы, невеста. Шел. 2З. Çитĕннĕ хĕр-ипраçа чĕрлех çĕрпе витрĕçĕ. СПВВ. Хĕр-ипраç = хĕр-упраç. Сред. Юм. Хĕр-ипраç, взрослые девицы. Якейк. Арçын-ача усалне хĕри-пăраç мĕн тăвас? Юрк. Каччи пĕр-пĕр пĕлекен хĕр-арăма е хĕри-пăраçах; çав вырăна тухса тăтăр, тесе, ярса калаттарать. Ib. Хĕри-пăраçсем кĕвĕ каланă, юрланă. СПВВ. Хĕрлĕ кĕпе, явнă ука хĕр-ипраçăн юсавĕ. Сунчел. Уяв илемне кӳрекен хĕри-пăраç мар-ши çав. Изамб. Т. Хĕри-праçа шанмалла мар. На девушек нельзя полагаться. N. Хĕри-праç çине ытараймасăр пăхса ан тăр, унăн илемĕ кăмăлна аçтарса ан ятăр.

хĕр яшки

назв. обрядоаого кушанья. Сред. Юм. Хĕр çораçнă чохне яшка пĕçереççĕ те, она вара хĕр яшки теççĕ. Ib. Хĕр яшки çиме хĕрсене чĕнсе пыраççĕ, вара ăсĕм пĕр пăлхатмасăр пĕр-иккĕ сыпаççĕ, вара ăсĕне окçа параççĕ. Пăлхатса сыпсан, качча кайнă çĕрте пăлханса пăрăнмалла пôлать, тет.

хĕр-йĕри

хĕр-йĕрри, плач (причитанье) невесты. Янбулат. Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăватă хĕр хĕр-йĕри йĕрет. (Сĕтел ори).

хĕр пуçлат

подготовить невесту к плачу (причитаниям). Собр. Унтан вара кĕлетре хĕр пуçлатма тытăнаççĕ. Ăна ак çапла пуçлатаççĕ: пĕр-пĕр арăм-инкĕшĕ пулсан, инкĕшĕ-çĕлĕк илет те, хĕрне тăхăнтарать, хĕре çĕлĕкне илсе пăрахать, вăлсем çапла виçĕ хутчен тăваççĕ. Унтан хĕрне пĕркенчĕк пĕркентереççĕ, кĕлетрен тухса пӳрте каяççĕ.

хĕрсем

золовка. Изванк. Вăл (т. е. çĕн-çын) хăй икĕ аллине икĕ чĕрес йăтать; тепĕр чĕресне хĕрсемне йăттарать, хĕрсемĕ çук пулсан, улия йăттарать те, пĕр-пĕр çăл кутне каяççĕ. Изамб Т. Тата хĕрсеммӳсем мĕнле? N. Хĕрсем, атя пасара. Торх. Хĕрсем, название младших золовок. N. Марье хĕрсем, золовка Марья (обращение). N. Хĕрсемми, ывăлсемми. КС. Хĕрсемĕш, ее золовка. Мыслец. Хĕрсем — младшая сестра мужа. Актай. Пирĕн хĕрсемĕн ыр ячĕ вулăсĕне сарăлчĕ, çапла мар-и, ай, хĕрсем? (Ĕçкĕ юрри). || Так женщины называют девицу. Б. Олг. Шу панче тĕл полчĕç Исетей арăм Ятман хĕрпе, хĕрĕ Праски ятлă. „Хĕрсем“, тет, Тотаркассинче той пор, тет тоя пăхма кайăпăр-и?“ тет. Чиганары. Тыт, хĕрсем, ӳкетĕп.

хĕр-сăри

назв. обряда, девичий пир. Ст. Чек. Хĕр-сăри. Вăл Кĕрешченкере пулат. Сăрине хĕрсем хăйсем асапланса тунăран çапла калаççĕ. Хĕрсем, кам ларас тиекенĕ кашнийĕ, салат, çăнăх, хăмла, вутă илсе пыраççĕ пĕрин патне те, хăйсем сăра тăваççĕ. Вара Кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр, сăри лараççĕ. Хĕр-сăри ларма пĕринчен пӳрт илеççĕ, аллă пус е пĕр тенкĕ парса. Хĕрсем пурте тĕпеле пуçтарăнаççĕ. Унта хăшĕ-хăшĕ каччăсем те пулаççĕ. Вăйçа купăс калама тытаççĕ. Ватти-вĕтти хĕр-сăри курма пырат. Каччăсем хĕр-сăри ларакан хĕрсене ташлатаççĕ. Курма пыракансем хăшĕ сĕтел хушшине сăра ĕçме лараççĕ. Сăрана пĕр-ик хĕр ĕçтереççĕ. Ĕçсе ларакансем хĕр-сăри ларакан хĕрсене ташлама хушаççĕ. Пĕр тăват-пилĕк курка ĕçтерсен, хĕрсем сĕтел хушшинчисене: „Ут пĕшкĕнет ешĕл курăкшăн, эп пуççапап кĕмел укçашăн“; е сĕтел хушшинче йĕкĕтсем пулсассăн: „Тăрантас та ларса авăнмасан, тăрантас та тесе ан калăр; пуççапса та укçа памасан, маттур йĕкĕт тесе ан калăр“. Йĕкĕтсем е салтак ачисем, сăра ĕçме ларсан, юрлаççĕ, хĕрсем те ун чухне юрлаççĕ. Сĕтел хушшинче лараканĕсем пĕр-икĕ пус парса сĕтел хушшинчен тухаççĕ. Параканĕ кĕмĕл те парат: вунă пус, вунпилĕк пус. Йĕкĕтсем те, ачасем те ташлаççĕ. Çур-çĕрте саланса пĕтсен, хĕрсем çывăраççĕ. Хĕр-сăри тепĕр кун апатчен лараççĕ. Хĕрсем вара пӳрте тасатса, укçисене пысăккисене пĕр пек, кĕçĕнреххисене каярах уйăрса, килĕсене каяççĕ. Бывает „кăкшăм сăри“, резница — кăкшим сăри ларнă чух хĕрсем сăрасене килтен исе пыраççĕ. Альш. Унтан хай хĕр-сăри хĕрĕсем тепĕр кунне ирех мĕн пур илемлĕ тумне тумланса хваттирне пуçтарăнаççĕ. Ib. Хĕр хĕр-сăри турăмăр, хĕрĕх чăхă пусрăмăр. Ib. Тепĕрне (другую) тата хĕрсем хĕр-сăрн пуçлăхĕ тăваççĕ. Юрк. Хĕр-сăри ташлакан, тапăрах та сикĕрех. Ib. Халĕ тил çĕлĕкне туйра анчах тăхăнаççĕ, хĕрсем хĕр-сăрире. Алших. Тыр вырайман хĕрсене хĕр-сарине кам ярат. Ib. Атте салат пачĕ те, хĕр-сăрисем лартăмăр. С. Дув. Ай-хай хавас хĕр-сăри! Çулне иккĕ пулинччĕ. Ах, какое веселье этот девичий пир! Хорошо бы быть ему два раза в год. См. Магн. М. 235, Золотн. 227, Разгов. С. Мих. 15. || Назв. свадебного обычая. Янгорас. Качча кайнă хĕр пĕр-ик-виç кунран çĕнĕ хурăнташĕсемпе пĕрле ашшĕсем патне сăрапа килет. Çавна пирĕн: хĕр-сăри килчĕ, теççĕ.

хĕр-çумми

то же, что хĕр-çум. N. Парнисене вара хĕрçуммисем пуçтарăна-пуçтарана çĕлеççĕ. КВИ. Хĕр-çуммисен юррийĕ таçта çитех илтĕнет. Изамб. Т. Унăн икĕ енче хĕр-çумми хĕрĕсем лараççĕ, || Парни, сопровождающе на свадьбе невесту, N. Унпа пĕрле темĕн чухлĕ хĕр-çуммисем юрласа çӳреççĕ. Вĕсем пĕр май каччăпа хĕре асăна-асăна вĕсене савăнтарса юрлаççĕ. Каччине йысна теççĕ, хĕрне йинке тесе юрлаççĕ. ТХКА 98. Туй ачисемпе хĕр-çумми ачисем ташласа вăй кĕлли кĕме тапратаççĕ. Кил хушшинче пĕр-пĕрнн çине хире-хирĕç, уйăх кăшкăрса ташла-ташла пыраççĕ. Туй каччисем те, хĕр каччисем те чакасшăн мар.

хĕрен хыраканни

тёрка. Собр. Пĕр вăхăрăн аяккине пĕтĕмпех сăхса шăтарса пĕтернĕ. (Хĕрен хыраканни).

хĕрен

назв. птицы, беркут. N. Хĕрен, коршун. Н. Карм. Хĕрен — чĕпĕ тытать, хура (гуся) хăлат тытать. Б. Олг. Хĕрен — пысăк (лопăс-лопăс çӳрет, куакрах, шăши ора шырат). Хорачка. Хĕрен ярăнса çӳрет. В. Олг. Хĕрен — холчă. Ст. Ганьк. Икĕ курак, пĕр хĕрен, пӳрт çумĕнче вăййисем. Султангул. Çӳлте хĕрен явăнать, чĕппи çĕрте явăнать. || Имя мужч. Б. Олг.

хĕреслĕ урам

хĕреслĕ ăрам, перекресток. Оп. ис. ч. II. Хĕреслĕ урамра пĕр арăм куртăм та, акай пуль тесе чарăнтăм. Я увидела на перекрестке женщину и остановилась, думая, что это золовка. ЧС. Вара хĕвел ансан пĕри хĕреслĕ ăрама тухать те пур çĕрелле те пăхса кăшкăрать: „Эй, ялти ачасем! Вирĕм, вирĕм, вирĕм!“ тет. Чăв.-к. Пирĕн савни килет явăнса, хĕреслĕ ăрамран çаврăнса. Орау. Хĕреслĕ ăрамра, на перекрестке улиц. Ib. Миçе хĕреслĕ ăрам каçрăмăр ĕнтĕ. Ib. Ак хĕреслĕ урам.

хĕреслен

раскраснеться. См. хĕремеслен. Ст. Чек. Хĕресленес — хĕрелсе каяс. N. Çавăн пекех, çут пайĕн те кутăн çакăнса тăракан штампне курсан, хĕресленсех хĕрелсе кайма тиврĕ. Шел. 30. Шур акăш пек шап-шурă шурă пурçăн кĕпепе, пан улми пек хĕп-хĕрлĕ хĕресленнĕ пичĕпе пĕр хĕр сиксе тухать те... СТИК. Аслă акăшĕ хĕп-хĕрлĕ хĕресленсе карĕ (покраснела, она была убийцей), тет те, нимĕн тăва пĕлмес, тет. (Из сказки). Хĕн-хур. Ануш вăтанса хĕресленсе кайнă. Ашшĕ-амăшне. Лисахви, Ивана курсассăн, ялтах сиксе хĕп хĕрлĕ хĕрелсе хĕресленсе кайнă. Букв. 1904. Вĕсем вăтанса хĕп-хĕрлĕ хĕресленсе кайнă.

хĕрĕх

сорок. Оп. ис. ч. II. Пĕр юпа тăрринче хĕрĕх кĕлте ларать. (Куршанак). На столбе сорок снопов. (Репейник). Хурамал. Кăвак сăхмансенĕн хĕрĕх пĕрме, çирĕм пилĕк сумлăх йĕс тӳмме. У серого кафтана сорок сборок, на нем медных пуговиц на двадцать пять рублей. Такмак. Çак хăтапа тăхлачăн хĕрĕх (символ, число) кун тунă сăри пур, тет, хĕрĕх кăшăлла пичкине хывнă, тет. (Такмак). N. Хĕрĕх шăл витĕр тухсассăн, хĕрĕх яла сарăлать, теççĕ. (Послов.). Орау. Хĕрĕх шăл хушшинчен тухсан, хĕрĕх яла сарăлать. (Послов. о речах и слухах). N. Хĕрĕх хăвăçăн тăрри пĕр. Зап. ВНО. Хĕрĕх чăрăш пĕр турат. (Авăн йăвăççи). N. Пытаракансем хĕрĕх утăм кайсанах, вилнĕ çыв тухса кăшкăрать, тет: ан кайăр, эпĕ те пыратăп! тесе. В. Олг. Хĕрĕх иккĕ = хĕрĕх икĕ пус = 12 коп. Ib. Хĕрĕх пиллĕк = хĕрĕх пилĕк пус = 13 коп. Ib. Хĕрĕх тăххăр = хĕрĕх тăхăр пус = 14 коп. Шибач. Хĕрĕх пилĕк пус = 13 копеек. Я. Турх. Хĕрĕхелле пур вăл. Ему около сорока лет. ТХКА 82. Хĕрĕхелле çитсе пулин те, Санюкшăн кулянса çӳçсем кăвакара пуçларĕç. Нюш-к. Хĕрĕх çиччĕсенче пулĕ ĕнтĕ у; у хĕрĕх çиччĕре; у хĕрĕх çиччĕсенчен иртнĕ ĕнтĕ. Календ. 1904. Аслă типĕ, урăхла ăна хĕрĕх кун типпи теççĕ, мĕншĕн тесее вăл хĕрĕх кунччен пырать.

хĕрĕх пĕр

сорок один (символ. число). Магн. М. 147. Тьфу! Виçĕ тĕслĕ осалсем тохăр! Сире хуса кăларасшăн хĕрĕх пĕр тĕслĕ тивĕс шывĕ исе килтĕм, çавăнпа çуса хуса, тасатса кăларатăп. Тьфу!

хĕрĕх те пĕр

сорок один (символ. число). ЧС. Унтан хĕрĕх те пĕр хĕр чĕнеççĕ (хĕр-аки тума). N. Юмăç карчăк пĕр куккăль тумассерен: выльăх-чĕрлĕхе пĕтерекен хĕрĕх те пĕр тĕслĕ усал-тĕселсене çак куккăльсем ăшне тытса хупса кăмакана пăрахса пĕçеретĕп, тет те, куккăльсене кăмакана ывăта парать. Никит. Хайхи Окахье аппа та хĕрĕх те йĕр йăрантан курăк кайса татрĕ те, мая вĕретсе ĕçтерчĕ. N. Эсĕ хĕрĕх те пĕр кунччен карап ту, анчах ăна никама та ан систер. Сред. Юм. Çын хĕрĕх те пĕр сыпсан тăранать, тет.

хĕрлĕ

красный. См. хĕр. Н. Лебеж. Хĕрлĕ çыран тăмĕсем эмел çĕлен пуçĕсем. N. Çуркунне кунсен ăшăтса килнипе, хĕлле хура сăнлă курăнакан йăвăçсем те хĕрлĕ сăнлă курăнса хăйсен кăчăксене хăпартма пуçлаççĕ. Орау. Кăраççина (или: хĕвеле) хĕрĕç (= хирĕç) тытса ал виттĕр пăхсан (если посмотреть скзозь руку на солнце, на огонь), ал хĕп-хĕрлĕ курăнать. Альш. Чирку патĕнчех улпут карташĕ те пур: хĕрлĕ-хĕрлĕ вите-вите тухнă. Юрк. Атьăр, пăратсем, улма сатне, хĕрлĕ улма суйлама, хĕрлинчен хĕрлине суйлăпăр. Шорк. Хĕрлĕ йор çусан, т. е. никогда. Ст. Чек. Ун çуртне хĕрлĕ вăкăр сĕкнĕ (он сгорел). СТИК. Тĕлĕкре хĕрлĕ вăкăр курсан, вут тухат, тет. Вăл вăкăр кам карташне кĕрет, çав çын çурчĕ çунса каят, тет. Ск. и пред. чув. И. Варман улми пĕçерме шухăшланă кĕл çинче, хĕрлĕ кăвар ашĕнче. МД. Пулăн кăвак пĕлĕт айĕнче, пулăн хĕрлĕ пĕлĕтĕн хыçĕнче. (Солд. п.). Янтик. Хура вăрман хыçне кĕрт хӳнĕ, хĕрлĕ сăсар тухнă — йĕр тунă. || Румяный. ГФФ. Хĕрлĕ сăнăм, кăвак коç хойăхпа пиçрĕ савнишĕн. Мое румяное личико и голубые глаза пропали от тоски по милому. Ib. Ятпа поçăм пĕтес çок, пĕтсен пĕтĕ хĕрлĕ сăн. Моя голова и мое доброе имя не пропадут, разве только побледнеет мое румяное лицо. Ib. Пĕчикрен кĕнĕ хĕрлĕ сăн... Мое лицо, румяное с малых лет... НР. Çын сăмаххи, ай, ыр тумасть, хĕрлĕ сăна шоратать. От людских пересудов добра не будет, от них бледнеет румяное лицо. Сред. Юм. Хĕрлĕ хĕр, румяная девица. ЧП. Хĕрлĕ питлĕ сарă хĕр. || Спелый. ГФФ. Карăм çырлана тарăн çырмана, татрăм çырлине самăй хĕрлине. Пошел я за ягодами в глубокий овраг, набрал там ягод самых спелых. || Цветущий. Туперкульос 31. Ямшăк чупакансем епле тĕреклĕ, хĕрлĕ. || Красивый. Собр. Йышра вилĕм те хĕрлĕ, тет. „На миру и смерть красна“. (Послов.). || Рыжий. Ачач 92. Халь те ара çав-çавах хытă шавса тăрать, хĕрлĕ пуçа пĕтĕм вăй çитнĕ таран пăхать, çитерет... Ib. Ц. Пĕр хĕрлĕ тилĕ таçтăн вилнĕ сурăхăн кайри урине тупнă та кышласа выртать. Рыжая лиса достала где-то ляжку дохлой овцы и гложет ее. Ib. 45. Хĕрлĕ тилле куртăн-и? Ты не видела рыжей лисы? Ib. 87. Уссе çитсен, ĕçлесе хĕрлĕ ĕне туяннă. Ау 169°. Хĕрлĕ чăваш хĕрне сыхлать, хĕрĕ тухса каясран. || Прозвище мужч. Кан. 1929, № 180. Ывăлăм! тет Хĕрлĕ Чураккох. Ала 100. Ай-ай, хĕрĕм, мĕн парам-ши? Виçĕ кĕлет тыррăм пор: пĕр кĕлечĕ сана халаллă. — Ай-ай, ати, кирлĕ мар: хĕрлĕ йăтти вĕрех тăтăр. || Яркий, солнечный (о погоде). Чув. пр. о пог. 345. Евдоким кунĕ хĕрлĕ, хĕвел кун пулсан, çуркунне те аван пулат. Если Евдокиин день (1 марта) будет красный, солнечный, и весна будет красная. || Зарево. Шорк. Пĕлĕт çине хĕрлĕ ӳкнĕ.

Хĕрлĕ пуç çаран

назв. луга около дер. Айдаровой (Октябрьск. р.). N. Ву çарана ĕлĕк пĕрмай пĕр хĕрлĕ çӳçлĕ çынна тара парса пурăннă, çавăнпа Хĕрлĕ пуç çаран тенĕ.

хĕрри

край. См. хĕр, хĕрĕ. N. Сĕтел хĕрри, край стола. НР. Шор хĕррипа отмашкăн... Чтобы ходить по краю болотца... Хурамал. Аслă çулсем хĕрри çырлаллă, çиессӳ килсен татса çи. По краям большой дороги много ягод, если захочешь поесть их, то сорви и ешь. Ib. Аслă çул хĕрринче сар пушăтлăх, çул çыннисем пĕлĕç хисепне. На краю большой дороги — желтые молодые липы, идущие будут знать им счет. N. Çаран хĕрринче çĕр-çырли, пĕр çупкамĕ пĕр ывăç. Ачач. 59. Ашшĕ пĕр-хĕрринче хар-р-р! хар-р-р! харлаттарса çывăрать. Ib. 50. Тимуш чей чашкине, хĕррисенчен ик алăпа та пит асăрхаса тытса, тути патнелле илсе пычĕ. N. Çак Тип-касăн хĕрринерех пĕр пĕчĕк латакайрах, вăтам пӳрт пур. А.-п. й. 31. Çул хĕрринче пĕр армак-чармак йăвăç ларнă. N. Ку хĕрринчи, тот, который (сидит, стонт) с этого края. N. Уй-хирсем тăрăх сасăллă суха: „Хĕррине те ну, ну! “ — илтĕнет пĕрмай. Янгорч. Суха тунă чух лашана: хĕррипе! тесе кăçкăрса пыраççĕ. Янтик. Ушкăн кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррипе эпир касрамăр. Ст. Шаймурз. Аслă çул хĕррисем пылчăклă. Альш. Кайăк юпа тăррине пырса ларат, юпа хĕррине лараймас вăл. || Опушка (леса). Оп. ис. ч. Н. Вăрман хĕррине çитсен, çынни: вăсси! вăсси! — тесе кăшкăрса ячĕ, тет. Когда они подошли к опушке леса, человек закричал: „Взы! взы“! || Берег. Бес. чув. З. Тутар ачисем çав çырман çӳлĕ хĕрринче, хăшĕ çара уран, хăшĕ çăпата сырса, хăшĕ кĕпепе кăна кăшкăрса, выляса, чупса çӳренĕ. ГФФ. Тем чол шыв хĕррипе отсан та, эпир шыва каяс çок. Сколько бы по бережку не ходили, в воду мы не упадем. Истор. Хĕвелтухăç йĕнчи çĕрсене Атăл хĕрри таранчченех туртса илнĕ. ЧП. Шурă Атăл хĕрри. Ст. Шаймурз. Тинĕс çинче пит вăйлă çил тухат, вара пичĕкене çыран хĕррине илсе юхтарса тухат. Орау. Шыв хĕррипе карĕ (если берег обрывистый, то: çыран хĕррипе карĕ), пошел вдоль берега. N. Хĕррисем (у реки Булы) кăш тĕлте тарăн, кăш тĕлте сăрт. || Употребляется в качестве послелога. А.-п. й. 16. Пĕр вар хĕрринчен куна хирĕç тем пысăкĕш кăвак кашкăр сиксе тухрĕ. N. Картасем хĕрринче (под заборами) выртса çӳрекенскер. || N. Каç пулсан, вăрçă хĕррине ĕçлеме каяттăмч.

хĕрт

калить. N. Хăпарса тухнă вырăна, хĕртсе сивĕтнĕ еппе шăтарса, çупа сĕрмелле. Орбаш. Мулчине (баню) ĕлĕкхинчен виçĕ хут хытă хĕртĕр (натопите) Орау. Пăшатана хĕртсе тинĕс шывне вĕрилантараймăн. А. Рекеева. Килте ача-пăча чирлесен часах юмăçа каяççĕ; вилнĕ çын тытнă пулĕ, çав аптăратат, тесе, чӳк тăваççĕ, хĕртсе пăрахаççĕ. || Палить (о солнце). ЧП. Хĕртсе хĕвел пăхрĕ те, сăрлă юпа тăрăх сăрă юхрĕ. Ыраш 18. Хĕвелĕ вара, çăвах кăларасшăн пулмалла, хĕртет. Тет. Çула хĕвел хĕртерех парат. Изамб. Т. Сăртсене хĕвел хĕртет. N. Мĕншĕн тесен унти хĕвел вăрахчен хĕрӳ хĕртмест. И. Афанасьев. Эпир вăрмана кайнă чухне питĕ хĕртсе хĕвел пăхатчĕ. Б. Яныши. Çанталăк уярччĕ, хĕвел хĕртсе пăхатчĕ. N. Хĕвел çилсĕр пит хĕртсен, вăйлă (пăрлă) çăмăр (тепĕр куннех) пулать. || Бить, лупить, хлестать. А.-п. й. 83. Сиксе тухаççĕ те, тытăнаççĕ Иванăн ачисене саламатсемпе хĕртмешкĕн. N. Анне мана тытрĕ те, пĕр хурăн хулă хуçса илчĕ те, ну хĕрте пуçларĕ. Етрух. Кил хуçине саламатпа питĕ хĕртсе хăварнă. М. Сунч. Эпĕ уява тухасса тухаттăм та, анчах атте хĕртсе кĕретчĕ (с побоями уводил домой). N. Мĕн тăвĕ мана вăл? — Пĕре хĕртсе илĕ. Что он мне сделает? — Только отлупит, и больше ничего! N. Эс кунтан каймасан, эп сана çак туя пĕтичченех хĕртсе илем (я тебя палкой отлуплю)! Ск. и пред. чув. 75. Çынсем мунча кĕреççĕ, çимĕк курăкĕпеле çан-çурăма хĕртеççĕ. Ягудар. Хĕртсе ярас пулать çырмана. || Переносно — драть. Кан. 1928. Хулара кăраççын çуккипе ялтан пынă усламçăсем хакне хытă хĕртеççĕ. || Крыть, продергивать (кого) в газетах. Слакбаш. || Уписывать. Альш. Çитти сарăлат та, тĕрлĕрен çиме тухат, тет. Акă тетĕшсене май килчĕ, тет, ахаль хĕртеççĕ, тет. См. наччасра. || Об изжоге. Юрк. Пыр хĕртсен çумăр пулат. Календ. 1907. Ывăннă пек туйăнать, ыйхă килет, пыр хĕртсе тăрать, çăтна чух ыратать. || Заставить преть. Сред. Юм. Салат тумалла тырра шӳтерсен, ôрайне сарса шăтараççĕ (кĕççĕлентереççĕ), вара кôпа туса хĕртеççĕ. Якейк. Хветӳт армань çăнăх лайăх тумасть, хĕртсе кăларать.

хĕрт-сурт

хĕрт-сорт, назв. духа. Моркар. Праздник в честь „Хĕрт-сорт“. У язычников чуваш между другими божествами было божество, наблюдаюшее за домом, которое чуваши называлн „хĕрт-сорт“, что соответствовало русскому „домовой“. „Хĕрт-сорт“, по верованию чуваш, жил в избе на печи. В честь „хĕрт-сорт“ в году раз чуваши делали праздник, о котором я здесь и хочу рассказать. Этот празник делали в ноябре или позже, смотря по удобству. Сваривши полный котел полбенной каши, накладывали часть каши в деревянное блюдо и, сделав ложкой в середине блюда с кашей лунку, клали туда скоромного масла. Потом, обернув блюдо кругом белым чистым полотенцем, ставили на стул перед столом. После этого бралн лепешку, нарочно испеченную для этого случая, одна половина которой была разрисована ложкой, другая гладкая, и, отломив разрисованную половину, клали на стул около блюда с кашей, а другую половину ва стол для еды. Сделав это, накладывали из котла половину оставшейся каши в блюдо и ставили на стол. Потом все вставали на ноги и стояли лицом к растворенной двери. Старик, хозяин дома, брал шапку под мышку и с хлебом в руках, говорил: „Хĕрт-сорт, молимся тебе и приносим пищу, прими ты нашу молитву с благоволением. Храни нас в весь дом ваш от всякого зла, мы молимся тебе, помилуй нас“. После этой молигвы все садились за стол обедать. После обеда блюдо со стула с лепешкой ставили на печь и вокруг блюда ставили ложки, упирая на край блюда. Все это до следующего утра оставалось на печи, а утром кашу согревали и ели с лепешкой. Кроме этого „хĕрт-сорту“ всегда кидали на печь по три маленьких кусочка от каждой приносимой в дом гостинца, только после такого обряда ели гостинцы. При несоблюдении этих обрядов и почттаний „хĕрт-сорт“ сердился на жителей дома и пугал их по ночам. М. Сунч. Чăвашсем: хĕр-суртсăр кил пулмаст, теççĕ. Хĕрт-сурт пулмасан телей те пулмаст, тет. Хĕрт-сурт вăрçа тавраша юратмаст, тет. Хĕрт-сурта пилĕк çулта пĕрре чӳклеççĕ: вара вăл çынна çав каç анчах курăнат, тет. Хĕрт-сурта çур-çĕр тĕлĕнче пăтă пĕçерсе çапла каласа чӳклеççĕ: „Е пĕсмĕлле хĕрт-сурт сана асăвса чӳклетпĕр; кил-йыша çăмăллăхне пар, çукне пур ту. Килтен çиленсе пăрахса ан кай, мĕн панине ил, чӳк, çырлах, амин“. Çапла чӳклесе пĕтерсен, кăмака çине хĕрт-сурт валли кашăкпа пăта ăсса ывăтаççĕ те, вара хăйсем çиеççĕ. Вара çав каç хĕрт-сурт кăмака çинче кĕнчеле арласа ларат, тет. Вăл хăй шур тумтирлĕ, вăрăм çӳçлĕ, тимĕр шăллă, тет. Ир енелле хĕрт-сурт арланине, кĕнчелине хăех илсе каят, тет те, ăçта та пулсан пытарса, вурса, каллех кăмака çине килсе ларат, тет. Ĕçке-çике кайса ӳсрĕлсе килсен, çапла калаççĕ вара: „Тавсе, хĕрт-сурт, ĕçсе ӳсрĕлсе килтĕм, ан çиленех“, теççĕ. Ют ялтан кучченеç парса ярсан, чăн малтан хĕрт-сурт валли кăмака çине хурса ывăтаççĕ. Хĕрт-сурта авал пит хисеплесе пурăннă. Собр. Кирек кам килĕшĕнче те хĕрт-сурт пур, теççĕ. Хĕрт-сурт кăмака хыçĕнче пулсан, килте пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа кучченеç илсе килсен, ăна малтан парахса параççĕ. Хĕрт-сурт уйра пулсан, уйра пурăнас килет, теççĕ; çавăнпа тыр вырса тавăрăннă чух, пĕр çурлине тыр кутнех пăрахса хăвараççĕ, унпа хĕрт-сурт вырат, теççĕ. N. Хĕрт-сурт ĕмĕрех кăмака умĕнче пурăнат, тет. Кăçта хĕрт-сурт пур, вăл килте питĕ лайăх, тет. Пурнăç та малалла каят, тет. Килĕшчиккинче вăрçă таврашĕ тухмаст, тет. Пăртак макар-мăкăр тусанах, тарат, тет. Çав хĕрт-сурт писсессĕн вара пурнăç пĕре те малалла каймаст, тет. Хĕрт-сурт ан сивĕнтĕр тесен, кашни ютран кученеç килмессайран пӳртĕн тăват кĕтессине кученеç татса пăрахмалла, тет, тата пăтă пĕçерсе йĕри-тавра кашăк хурса кăмака çине лартмалла, тет, вара хĕрт-сурт иленет, тет. Хĕрт-сурт вăл хăш-пĕр килте кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет. Çавăн чухне анчах кураççĕ, тет, ăна. N. Ĕне картинче хĕрт-сорт пурăнать, теççĕ. Кăмака çинче хĕрт-сорт амăшĕ пурнать, теççĕ. N. Сурхури çите пуçласассăн, пăтă пĕçĕрсе чăкăтпа картара хĕрт-сорта чӳклеççĕ. Хĕрт-сорта чӳклесессĕн выльăх хунаса каять, теççĕ. N. Хĕрт-сурт арласан кайран алă ĕçĕ ӳсĕнет, теççĕ. N. Кăнчала арланă вăхăтра, как çăвăрма выртнă чух, кăнчалаççия пĕрене çумнелле сĕвентерсе тăратсассăа, хĕрт-сурт арлать, теççĕ. Бгтр. Пĕр хĕр каçпа тола тохнă, тет. Тохна чох, кăмака çинче темскер шорăскер порччĕ, тет, кĕнĕ чох тимĕр йĕкепе пăтьăр! пăтьăрI тутарса кăнчала арласа ларать, тет. Ку хĕр часрах вырăн çине хăпарчĕ, тет те, пĕркенсе выртасшăнччĕ, тет. Çавăн чохне. Хĕрт-сорт йĕкипе вăрăн! тутарчĕ, тет. Йĕки хĕре сорамĕнех (= çурăмнех) тиврĕ, тет те, хĕр макарсах ячĕ, тет. ДФФ. Пирĕн анне ĕçкерен тавăрăнсан, пӳрте кĕрсенех: „Хĕрт сурт, тавăссе, ачам-пăчам, тавăссе!“ тесе чĕнетчĕ. ЧС. Хĕрт-сурт писнĕ, тет, çавна кӳртетпĕр. См. сĕрен. Янтик. Килте-çуртра хĕрт-сурт çук. (Так говорят, когда нет порядка в доме). N. Хĕрт-сурт вăл почти кашни çуртра пулат, теççĕ. Хĕрт-сурт пăттине чӳк илсе килмен çынна çиме юрамаст, теççĕ. Хĕрт-сурт вăл хĕр-арăм, теççĕ, вăл шап-шарă кĕпепе, сурпанпа кăнчала арлат, теççĕ. Хĕрт-сурт кăнчала арлани курăнсан, çурт малалла каят, теççĕ. Ала 66°. Унтан вара картишне тухаççĕ. Картишĕнче туй халăхĕсем çапла юрлаççĕ: „И тав яшкăра çăкăра, и тав ĕçкĕре-çикĕре, эпир те ĕçнĕ-çинĕ вырăнне сĕт кӳлĕ пулса юлтăр-и, эпир те пуснă вырăна хĕрт-сурт та пусса юлтăр-и. С. Алг. Çĕнĕ пӳрт тусан, çын вилсен, çемье чаксан е ӳссен каланă: „Ей турă, лайăх ыр хĕрт-суртăмпала пурăнмалла пултăр, çырлах, амин“. КАЯ. Эй, хĕрт-сурт ашшĕ амăшĕ, сире хĕрт-сурт урлă кĕл тăватпăр. Кăмака çинчи хĕрт-сурт çак ачана чĕртсе çӳремелле тусам. (Из моленья). Б. Олг. Авал той тунă, он чуне каланă: хĕрт-сорт, эс те çырлах, тенĕ. N. Урăх пăта кирлĕ мар ăна, вир пăтти анчах. Пăтă пĕçерсе антарсан, ăна кăмака умĕнче чӳклеççĕ, ак çапла чӳклеççĕ: е, пĕсмĕлле тăватăп, пуççапатăп, çырлах, ырă хĕртĕм суртăм, вырăнлă пул, киле чипер пăхса сыхласа усра, вырăнтан куçса ан çӳре, вырăнла пул, çырлах, сыхла, усра, тесе... Вăл хĕрт-сурт паттине никама та ютсене çитермеççĕ. Вăл хĕрт суртран та пит хăраççĕ. Бугульм. Эпир ларнă вырăна хĕрт-сурт ларса юлтăр-и; эпир пуснă вырăна тивлет пусса юлтăр и... (Благодарственная песня за угощенье). Изван. Çак кинĕн хĕрт-сурчĕ çак киле-çурта килсе вырăн йышăнтăр. (Моленье в „Çĕн çын яшки“). Н. Седяк. Хĕрт-сурт- — вăл çуртри суя турă, покровитель всего дома. Чӳк тунă чух ăна асăнса кăмака çамкине çурта çутаççĕ. Унтан ĕçеççĕ. Хăнаран таврăнсан: „Тавăсе, хĕрт-сурт“, теççĕ. Чуратч. Ц. Пӳртре хĕрт-сурт пурăнать. Пӳрт ашчиккине лайăх усратăр тесе, чăвашсем ăна пăтă чӳклеççĕ. Вĕсем хĕрт-сурта, кăнтарла çынсенчен хăраса пăтă çиме пымасть, теççĕ. Çавăнпа, каç пулсан, пĕр чашăк çине антарса сĕтел çине лартса, унта ярчченех хăвараççĕ. Вара хĕрт-сурт çĕрле пăтă çисе каять, тет. Разум. Хĕрт-сорт — камака хуçи. Кучченеçпе килсен первайхи турамне параççĕ уна. Тав тăваççĕ. Кашнă çын кучченеçпе килсен, ăна первайхи татăкне параççĕ; ун чухне çапла калаççĕ: „Кучченеç килех тăтăр, эпир çиех тăрар“. Çулă пăтă туса, уна кăмака çине параççĕ. Сред. Юм. Хĕрт-сорт тарнă. (Говорят, если в доме нет порядка: не убрано, не поправлено, не чисто и вообше во всем видна оплошность). Ib. Витере танă лаша çилхи моталанса пĕтсен: хĕрт-сорт çивĕтленĕ, теççĕ. Янтик. Ман килте хĕрт-сурт лайăх пурнать пулмалла, выльăхсем пурте тĕрĕс, аван пурнаççĕ. НТЧ. Юсманепе пашалуне вунă-вунпилĕк кашăк хураççĕ, вара хăйсем çывăрма выртаççĕ. Вĕсем хĕрт-сурт хăй йышĕпе çĕрле тăрса çиет, теççĕ. Вăл çĕр вĕсем нăмай лармаççĕ. N. Вара хĕр амăшĕ кучченеçе тата кашни кĕтесе пăрахать: „Хĕрт-сурта, илемне кӳртсе тăракан турра!“ тет. N. Татах салам парат (молодушка) хĕрт-сурта, хăрах урипе чĕркуççипе лара-лара виç хутчен. См. Магн. М. 95, 96, 167.

хĕрт-сорт пăтти

назв. моленья с жертвоприношением. Магн. М. 49. Ст. Шаймурз. Хĕрт-сурт пăтти те (жертву) параттăмăр. КАХ. Кашни çул хĕлле пирĕн хĕрт-сурт пăтти, чӳклеççĕ. Хĕрт-сурта ал ĕçне тума пулăшат, теççĕ. Тата кил-йышне пăхса усрат, теççĕ. С. Тим. Амин, хĕрт-сурт ячĕпе çичĕ тĕслĕ тырă-пулăшăн хĕрт-сурт пăтти çемье хĕрт-чĕпеле (так!) чӳклетпĕр. Турăран ырлăх çиттĕр; этемрен сиплĕх çиттĕр. (Начало моленья „хĕрт-сурту“). НТЧ. Хĕрт-сурт пăттине яланах çĕнĕ тырă-пулăпа чӳкленĕ хыççĕн (= хыççăн) чӳклеççĕ. Ăна чӳклеме виçĕ çатма йăва, тăхăр юсман, пилĕк пашалу тата пĕр хуран пăтă пĕçереççĕ. Çапла калаççĕ: „Эй, хĕрт-сурт, ман йышăма ырлăхне-сывлăхне пар, шăкăлтатса пурăнмалăхне пар, ĕрчемелĕхне пар, тĕпеле кин пар, ялăк патне кĕрӳ пар, ача-пăчаллă, ывăллă-хĕрлĕ ту... пӳрт никĕсне питĕ ту, чӳк, çырлах“... Вара чӳкленĕ пăттипе йăвине, пашалуне пур йышĕпе ларса çиеççĕ. Хурантине чӳклемен пăттине, йăвине, пашалуне ăрасна чашăк çине антарса лартаççĕ. Каç пулсан кăмака умне пĕчĕк сĕтел улăхтарса лартаççĕ, ун çине пăттине...

хĕрт сут

хĕрт-сот, то же, что хĕрт-сурт. Хурамал. Хĕрт-сута: хĕр пулса курăнат, теççĕ, килти çынна е кĕнчеле арлани илтĕнет, теççĕ. Изванк. Ырă хĕрт-сотăм пӳлĕхçим (= пӳлĕхçĕм), ыр ĕçме-çиме пар пире. (Ĕçкĕ юрри). N. Ыр хĕрт-сот пек хĕрсемĕм пур, епле парса ярас-ши, çапах парса ярăпăр. Питушк. Çырлах хĕрт-сут, йышма пуçтар, ан салат. Собр. Çулла уя тырă вырма тухаччеи хĕрт-сот пĕр уйăх малтан тухать, теççĕ.

хĕрхи

назв. птицы. СПВВ. См. хĕрхӳ. Н. Якушк. Куккук тунă çăмартана хĕрхи пусса кăларчĕ. Н. Седяк. Хĕрхи — хĕрлĕрех кайăк, куккук пысăкăш пулать. Нюш-к. Хĕрхи хурчăкаран хĕрлĕрех. Йăвине хăрăк юман тăрне тăвать. У пĕр тĕлте нумайччен ташласа вĕçсе тăрать. Йăви патне курак пырсан, ти-ти-ти! тет. Зап. ВНО. Хĕрхи — юла (птица) из породы хищников-кобчиков. Ib. Хĕрĕх хĕрхи чĕрни, утмăл упа чĕрни, миçе чĕрне пулать? N. Хĕрхи! Хĕрĕх çулхи хĕр парăп, пĕрре ташласа кăтарт. N. Хĕрхи, хĕрхи, хĕр парăп, хĕрĕх чăрка пир парăп. N. Хĕрхи, хĕрхи, хĕр парать, ула курак туй тăвать, тăмани туйне пырасшăн, анчах пуçĕ пысăк, тет. N. Хĕрхи, хĕрхи, хĕр парать, ула-курак туй тăвать, хурчки туйне пырасшăн, анчах сăмси пысăк, тет. СТИК. Хĕрхи, хĕрĕх çулхи хĕрне парăп, ташла. N. Хĕрхи! хĕрĕх çулхи хĕр парам, пĕрре ташласа кăтарт. Сред. Юм. Хĕрхи — кăвакарчăн пысăкăш, пôсра пôрнакан кайăк. Слакбаш. Хĕрхи — „наверное, сыч; летая по воздуху, ищет мышей и ловит их“. Стерл. Хĕрхи, кобчик. || Вертопрах. || Яз. имя женщ. Н. Седяк., Патраклă, Рысайк., Демидов. || Прозвище мужчины. Сред. Юм.

хĕрхӳ

назв. хищной птицы. См. хĕрхи. К.-Кушки. Хĕрхӳ кăшкăрсан, çумăр пулат. Юрк. Пирĕн хире хĕрхӳ килнĕ, хиртен хĕрлĕ тулăсем вăрлама. А. Турх. Пĕр тĕлте тăпăр-тăпăр туса тăрать, çӳлте: ташла, хĕрхӳ, ташла, хĕрĕх çулхи хĕрĕме парăп, теççĕ. Çуначĕпе лĕп-лĕп тутарса, пĕр вырăнта выляса вĕçсе тăрать. Кăвакарчăн пысăккăш. Хĕрлĕрех. С. Олг. Хĕрхӳ, птица. Ачасам калаччĕ: „Хĕрхӳ, ташла, хĕрхӳ, ташла, хĕр парăп! “ теччĕ. N. Çула тăрăх анам пур, çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ ӳкетчĕ; хĕрхӳ тĕслĕ тăвансем пур, куйланса каймарĕ ăшăмра; тăвансем аса килсессĕн, каймарĕ ăшă ăйхăри тĕлĕкрен.

хĕсĕн

жаться, прижаться. Хĕн-хур. Ăна (ее) вĕсем хăйсен пĕчĕкçĕ ачисемпе выляса, чупса çӳреме те, ашшĕпе амăшне аса илсе пӳрт кĕтессине хĕсĕнсе тăра-тăра йĕме те чарман. N. Çапах та пĕр-пĕр çĕре пырса хĕсĕнмелле пулать-çке. Толст. Хĕсĕнсе выртнă (собака). N. Алăк патне хĕсĕнсе тăчĕ (прижался). Янтик. Мĕн хĕсĕнсе тăран эс алăк çумие. || Застрять. А.-п. й. 47. Кашкăр та, ăна курса, юплĕ юман урлă сикрĕ те, анчах ывăннипе юман хушшине хĕсĕнсе ларчĕ: ни малалла, ни каялла, тарăхнипе улать кăна. Волк тоже прыгнул за ней, но застрял между дубами и завыл от досады. Ib. 56. Йăви (колобок) пĕр юплĕ йăвăç урлă вăшт сиксе каçса кайрĕ. Кашкăрĕ, пысăк пирки, йăвăç хушшинех хĕсĕнсе юлчĕ. || Быть придавлену, прижату. Н. Карм. Орау. Халăх хушшинче хĕснипе икĕ çын хĕсĕнсе вилнĕ. В давке погибло два человека. N. Чĕтренĕ вăхăтра, çĕр çурăлса уçăлса хупăннă чухне çĕр çурăкне пĕр çын пилĕк таран хĕсĕнсе юлнă, тет. Дик. леб 34. Çӳлĕ йывăçсем, çтанари пĕренесем пек, пĕрин çумĕнче пĕри хĕсĕнсе ларнă. Высокие деревья стояли плотными рядами, точно бревенчатые стены. || В перен. смысле. N. Çавăнпа епле те пулсан, пурин çинчен хĕсĕне-хĕсĕне пулин те çырас пулать. || Оскудевать. N. Тĕнче хĕсĕнсе ларчĕ. Все в мире оскудело, иссякло. || Уменьшаться, сокращаться. N. Çĕр хĕсĕнсе пырать (стесняется).

хĕсĕнкеле

учащ. ф. от хĕсĕн. Изамб. Т. Ул хĕле хĕсĕнкелесе (кое-как) каçрăмăр. N. Земствора пурте улпут, хура-халăх çынни сайра-хутра тепле пĕр гласный хĕсĕнкелесе юлать. Дик. леб 37. Çавăн çинче эпир аран-аран пĕр-пĕрин çумне хĕсĕнкелесе ларса канкалатпăр.

хĕстер

жать, сжимать. О сохр. здор. Урана хĕстерсе сырсан, ура шăннине эсир хăвăр та сăнанă пулĕ. Изамб. Т. Пĕççисене хĕстерчĕ те ламппа трупине хĕстерчĕ хучĕ-пĕççисем пиçрĕç-кайрĕç. || Зажать. Менча Ч. Хăйсем ун умне çĕлĕксене сулахай хул хушшине хĕстерсе мал енелле пăхса тăраççĕ. А.-п. й. 88. Хăй пуçĕнчи çĕлĕкне хул хушшине хĕстерсе, пилĕк таран тайăлса, йăлăнать çак улпута. Сред. Юм. Кĕнекене хĕл айне хĕстерсе кайрĕ. || Прижать. Çĕнтерчĕ 48. Кеоркине çĕклесе тăратса лартать, çтена çумне минтер хĕстерсĕ Кеоркине тайăнтарать. Якейк. Вăл алăкран кĕме хăтланса пуçне хĕстерсе лартнă. || Придавить. Шорк. Ай-яй, хытă хĕстерчĕ-çке! Ну и эдорово же придавило! || Подоткнуть. N. Эпир Демьянпа пăшалсене пăхрăмăр, кĕрĕк аркисене хĕстертĕмĕр те йĕр тăрăх кайрăмăр. || Заткнуть. Хурамал. Пилĕкĕме çыхнă çут пиçикки, вĕçĕсене хĕстерме пĕлместĕп; çак тăвансене куриччен курас тетĕп, курсан сăмах калаçма пĕлместĕп. У светлого пояса, которым я опоясан, я никак не могу заткнуть концов; пока я не увижу этих родных, мне так хочется их увидать; а как увижу, не могу вымолвить слова. Ачач 110. Иккĕшĕ пуртăсем хĕстернĕ, пĕри хулпуççи çине пăчкă хунă. А.-п. й. 32. Тепĕр кунне хай Сахар çумне пуртă хĕстерчĕ, хыçне çакрĕ пăчкине, хай платникле тумланчĕ, сухалне йăлт хыртарчĕ, хуланалла уттарчĕ. || Воткнуть. Чăв. й. пур. З2. Вăл укçисене алса ăшне чиксе, кĕлете çӳле хуп хушшине хĕстерсе хунă. || Подобрать. Кн. для чт. 1, 15. Сахман аркине хĕстерсе тытнă та шкулалла чупа пуçланă. || Положить (подо что). N. Вара çавăн пуçĕсене (змея) турамăн-турамăн вакласа пĕр пысăк чул айне кайса хĕстерчĕ. || Притеснять. N. Ку кĕçĕннине пит хĕстереççĕ (очень притесняют). N. Пĕр-пĕр ĕçпе ăна хăйне хĕстермелле те... N. Куланайшăн пит хĕстереççĕ-ха, ваçка, таçтан тупас! || Щурить (глаза), подмигивать. Саньял. Пĕчик çырма, тарăн шыв, кĕпер ан хыв, ут сиктер; чун савнине курсассăн, сăмах ан хуш, куç хĕстер. || Ломить (голову). Ст. Чек. Пуçа хĕстерет, голову ломит. Ал. цв. 26. Чĕри темĕскере сиссе тăнă пек хĕстерсе ырата пуçланă. || Слямзить, украсть, сташить. См. ункайлă. N. Старăста ял укçине хăйне хĕстерсе хăварнă (утаил). ЧС. Тата виç-тăват ачана, çăмарта кӳшилли çĕклекенне, çӳреме хушаççĕ, вăл çăмарта ан хĕстертĕр тесе. Юрк. Пĕтсен те эсĕ ялан апла ан кăтарт, тет хуçи, çав атă илтĕм, тесе çырнă укçисене хăй çумне хĕстернине пĕлсе. Сред. Юм. Веç пĕри хĕçĕ хĕстерсе кайрĕ (украл). N. Пĕр çын еврей урапи çинчен михĕ хĕстернĕ те тара пуçланă. Янтик. Вăл хутран-хутраи хĕстерет пуль хуçа япалисене! N. Çак япаласене пĕтĕмпех хĕстерсе килнĕ, тет, у. Татмыш. Япалана хĕстерме шутлаççĕ.

хĕстерт

понуд. ф. от гл. хĕс; то же, что хĕстер. Альш. Качака тачине хапхаран тухса кайнă чух хапхана хĕстертсе тытасшăн, тет. Ib. Эпир астăвасса Трахвин арманĕ пĕр Пӳркел чăвашне, мелнике, хĕстертсе вĕлерчĕ.

хĕсеп

время, пора. Пшкрт. Хорачка. См. хисеп. Якейк. Пĕр хĕсепех (все время) макăрать ман Йăван, тепле чарас. N. Тĕттĕм каçсенче пĕр хĕсепех ăшша (çунса) каякан ялсем çутатнă. Якейк. Хĕсеп çитмесĕр Атăл тапранмасгь. Т. VI. 12. Паянтан вата хĕл сивви хĕсепĕ каять, ун чухне те ăшăра пурăнма пар пире. Регули 1175. Çак хĕсепре кил; хĕсепсĕр çоратрĕ. Собр. Çынăн вилме хĕсеп çитсен, каçпала вилет, тет. Бес. чув. 9. Тата унăн чĕринче пĕр лайăх шухăш пулнă, ăна никам та пĕлмен; çав шухăш, Микулай хăй хĕсепĕпе, хăçан та пулсан вырăна килмелле пулнă. Сĕт-к. Хĕсепсĕр пăруланă (выкидыш раньше определенного времени). N. Хĕсепсĕр тунă ача. Б. Олг. Ача çоратат хĕсепсĕр; ĕне пăру туат хĕсепсĕр.

хĕсĕр йăвăç

шиповник. Шарбаш, Кубово. Хĕсĕр курăкĕ, назв. растения. Шурăм-п. Хĕсĕр курăкĕ шур хутаçлă. Çав лаптак шурă хутаçра вăррисем пур. Нюш-к. Хĕсĕр курăк. Вăл икел тăкăннă вăхăтра çăвăлчисене тăкса, шурă чечек майлă турачĕ вĕçсе усса ларать. Ib. Эпĕ Хусана кăçал августăн 17-мĕшĕнче вĕренме тесе килнĕ чух хĕсĕр курĕк турачĕ вĕçне шуратманччĕ. Пĕр курăкне çĕклесе çитерес тесе татнăччĕ те, ларса каннă çĕре манса юлнă.

хĕç

бердо (ткацкая принадлежность). Юрк. Хĕç — пир тĕртекенни. Якейк. Хĕç: 1) олттă хĕç, 2) çиччĕ хĕç, З) саккăр хĕç, 4) тăххăр хĕç, 5) воннă хĕç, 6) вонпĕр вонни хĕç, 7) воникĕ вонни хĕç (различаются по тонине и частоте пластинок). Ст. Чек. Мĕнле хĕçсем пулаççĕ? Улттă хĕçĕ, çиччĕ, саккăр хĕçĕ. Ку хĕçсемпе тăла (парттянккă, мишук, шăлапир) тĕртеççĕ. Таххăр хĕçĕ, вуннă, вунпĕр хĕçĕпе шур пир, ашăли, тĕрлĕрен кĕпе-йĕмлĕх, килти çиппе пасар çиппинчен тĕртеççĕ. Вуниккĕ хĕçĕ, вунвиççĕ, вунтăваттă хĕçĕпе сурпан, кĕпелĕх пасар çиппинчен тĕртеççĕ. Икково. Пир-авăра тĕслĕрен хĕçпе тĕртеççĕ. Çинче çипе ю (= йăвă) шăллă хĕçсемпе (саккăр, тăххăр, воннă хĕççипе) тĕртеççĕ, пысăк çипе сайра, шăллă хĕçсемпе (пиллĕк, олттă, çиччĕ хĕççипе) тĕртеççĕ. N. Хĕçĕ шăхăр пулсассăн, ураççи сахал кĕрет; хĕçĕ шалатка пулсассăн, ураççи нуммай кĕрет. Юрк. Улача çиппихĕç тиркет, урлă хĕçе тиркемес. Пазух. 9. Атьăр, хĕрсем, пасара çитсă (çиччĕ?) хĕçĕ суйлама. Çитсă (çиччĕ?) хĕçĕ çип тиркет те, çитсă (çиччĕ?) хĕçĕ çип тиркет, Чакă ачи хĕр тиркет. Сред. Юм. Выльăх начарланнă тессине: хĕç пек полса кайна, теççĕ. ЧС. Пирĕн лашамăр пĕр эрнене яхăн асаплансан, пĕр ĕçмесĕр çип-çинче хĕç пек тăрса юлчĕ, Ст. Чек. Улттă, çиччĕ хĕçĕпе тăла тĕртеççĕ. Микушк. Çăмарта пек лашасене çиччĕ хĕç пек турăмăр. Ст. Чек. Тăххăр хĕç пирĕн (т. е, тăххăр хĕçĕпе тĕртнĕ пирĕн) анĕ аслă касасси-пӳкесси час пулмас. || Назв. рыбы, чехонь. ШС. Хĕç = хăчах, чехонь. N. Аçтăрханта хĕç вылать, хĕç вылянипе хĕç хаклă.

хĕç-тимĕр

железо (общее название). Изамб. Т. Хĕç-тимĕртен усал (чорт) хăрат. Собр. Пӳрт çине хĕç-тимĕр çаптарса, пĕр çын виç çул пăхса ларнă, теççĕ. (Послов.). Т. II. Загадки. Хăй хут пек, йĕп чиксе кĕмест. (Хĕç-тимĕр) N. Кĕмĕл укçа вырăнне хĕç-тимĕртен тунă нухратпа улталанă, тет. Череп. Хĕç-тимĕр, стальная пластинка. Ст. Чек. Хĕç-тимĕр, хрупкий металл. Скотолеч. 25. Хĕç-тимĕр — шăвăç.

хĕтĕрт

побуждать, заставлять что-нибудь делать; науськивать, натравливать, подстрекать. Истор. Вара хрантсуссен патши турккăсене вырăссемпе вăрçă кăларма хĕтĕрте пуçланă. N. Вăл ăна сута кайма хĕтĕртнĕ. Он заставил его подать на суд. Сред. Юм. Лайăхрах хĕтĕртес пулать она, хĕтĕртмесĕн пит тума хытланмас ô ĕçе. Ib. Эсĕ мана пит ан хĕтĕрт те, эпĕ те каяйрап тем ôнта. СПВВ. ВХ. Хĕтĕртме — пĕр çын теприне пĕр-пĕр япала тума хушать. Ск. и пред. чув. З4. Чуиĕсене хăпартса, ташламашкăн хĕтĕртет. КВИ. Ватă юман хыçĕнчен шуйттан татах хĕтĕртет.

хĕтĕхле

натравливать, подстрекать; наговаривать, насплетинчать. СПВВ. Хĕтĕхле, подбивать, подучать. N. Патшана çавсем хĕтĕхлесе тăраççĕ. Чăв. й. пур. 6. Çавна вара Ваçка: стараста унтан епле тырă сутать, тесе, халăха хĕтĕхленĕ. Питушк. Хĕтĕхлесе кăтартать, наговаривает (про кого кому). Якейк. Сана ман çиран кам хĕтĕхлесе (элеклесе) кăтартрĕ? Ib. Вăл арçынне хĕтĕхлет те, леш он хыççăн каять. Ib. Кин хĕтĕхленипе пирн вăрçă полса карĕ ĕнтĕ. СТИК. Хĕтĕхлет — подтакает; пĕр-пĕр çын тепĕр çынна усал тăвас тесе, ăна хирĕç ун юлташне: сан юлташă çапла, эсĕ ăна акă мĕн ту, тет пулсан, хĕтĕхлет теççĕ. N. Пĕр айăпсăр çынна пĕтерттересшĕн хĕтĕртрĕн (хĕтĕхлерĕн) эсĕ мана, тенĕ. || Уговоривать. СПВВ. МС. Хĕтĕхлет — çиленнĕ çынна хăй майлă çавăрать.

хĕтлен

то же, что хăтлан. Ёково. Чăвашсем. 11. Укçа пурри укçа яма хĕтленет. Чăв. й. пур. 1. Айăп тупма хĕтленеççĕ. N. Çав вăхăтра шывран пĕр пулă тухнă та, ăна çăтса яма тапăннă (хĕтленнĕ).

хватер

квартира. См. хваттер. Яндобы. Мана хватере яр. N. Вăл пырсан пĕр çынтан: хватер ярччĕ, тесе ыйтнă, лешсем ăна хватере янă. Имен. Эпир пĕр çын патне хватьере кĕтĕмĕр.

хваттер

квартира. ГФФ. Ĕмпечей, мана хваттер яр... Дедушка, пусти нас на квартиру, на постой!.. А.-п. й. 63. Яр-ха мана хăвăн патна хваттере хĕл каçиччен пурăнма, тет. Ib. 106. Ку пĕр çын патне хваттере кĕчĕ. Капк. Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке. Кан. Хăй хваттерне çынсене хваттере ярать тата вăл. Ib. Вĕсен хваттер çук. Ăрамрах пурăнаççĕ. Вĕсен хваттерĕсем — çутçанталăк. N. Хваттер Елекçей — хваттер яракан Елекçей тес вырăнне калаççĕ. Б. Олг. Поттом карăмăр, пĕр хваттера кĕртĕмĕр. Сред. Юм. Конта хваттер яракан çĕрт çок. Здесь постоялых дворов нет. ЧС. Хваттере кĕрсе вырт, заходить на ночлег. Чураль-к. Потпотĕлтикки потяни, çурă кăларас сасси пур; çакă ялăн хĕрĕсем хваттер ярас сасси пур.

хваттир

то же, что хваттер. СТИК. Хĕвел аннă çĕре кăсем пĕр яла кĕреççĕ те, хваттир кĕрсе выртаççĕ. N. Пирĕе шкул хваттирте пулнă. Изамб. Т. Ăна мĕн кирлĕ. Хваттир прихутăн, вутă прихутăн. ГТТ. Хваттирлăх, апатлăх, тумтирлăх, хутлăх (на бумагу?).

хлаçлан

то же, что хăлаçлан. ПТТ. Вăл масар çинче ашĕ çуннипе тупăкран пĕр тула тухат, тет. Унта вăл вара çăварне карса аллисемпе хлаçланса тăрат, теççĕ; пĕр каллах тупака кĕрсе ăш-чикки тулашнă енне уласа йĕрет, теççĕ. (Питĕркке шатăкĕ).

хмăт

хомут. Имен. Онччен те полмарĕ, пĕр кашкăрĕ лаша нимине çинĕ чох хмăта лаша пек поçне чикнĕ те тăрать.

хранчус

назв. материи. Собр. Хранчус та енчĕк пĕр панулми, эрне çур çурă выртрĕ.

хресчен

крестьянин. N. Хăш-хăш хресчен ячĕсене саклата хунă. А.-п. й. 106. Пĕр ялта Кĕркури ятлă чухăн хресчен пурăннă. Ib. 114. Яла çитсен, Кĕркури мĕн курни-илтни çинчен хресченсене каласа пачĕ те, лешсем те ушкăнлă пурнăçпа пурăнассине хапăл турĕç.

шай

равенство, равнение. СТИК. Ак çак йĕр шайĕпе çулса пыр. Коси, соображаясь с этим следом. N. Пĕр шай — одинаковый. N. Кунти хак шайĕнчен, в сравненин со здешними ценами. N. Çав шайран шутласан ĕнтĕ хальхи вăрçă хатĕрисенчен шалт тĕлĕнмелле. || Ровный. Тюрл. Иккĕш те пĕр шай (ровны). N. Тупă етри шăтăка (в окоп) лексен, çынни-мĕннипе пĕр шай туса тухать (сравняет). Сред. Юм. Миçе аршăн кирлĕ-ши ман валли пĕр халата, ытлашки илес марччĕ, шайтарах çиç илесчĕ те чăркуççипе шайтарах çиç тавасчĕ халатне. Ib. Эпĕ паян вăрмантан пĕр пôрăк шай çырла татса тавăрăнтăм. N. Çуллахи шайран çурри те çук. || Глазомер. СПВВ. ФИ. Шай – япалана куçпа виççĕ чухлани. || Ровновесие. КС. Шайне ту, уравновесь. СПВВ. Шай килет. Ib. Шай килес çук. Ib. Шай килмес капла. || Расчет. СТИК. Вăл пит шайпа пурăнакан çын. Он человек расчетливый, умеет жить, применяться к обстоятельствам. || Расчетливо. Сред. Юм. Хăйне хăй шай пôрнать. (Хăй çăкрине хăй çиет, тыр ыйтма çын патне каймас тени полать). || Фин. Вăл еррипе (scr. яррипе), кăна шайпа çӳресе тăвать пур ĕçе те. || Лад. Ст. Чек. Ăна хăй шайĕпе кăна пымалла. Его надо лишь гладить по шерсти. Калашник. 6. Ĕлĕкхи шайпа юрă хутăмăр. N. Шай хытлан! Потише! || Шарик для гаданья.

шайла

равнять, сравнивать. N. Сĕлĕ, çулленхинчен шайласан, пит аван пулчĕ. || Взвешивать. СПВВ. Хушрĕç пире юрлама, пирĕн çамрăк ăссене шайлама. || Уравновесить. КС. || Прикинуть на глазомер. Алших. Шайласа тултар. || Соображать, рассчитывать (напр., при покупке — как будет дешевле; при постройке — где лучше построить и пр.). Изамб. Т. Баран. 131. Типсе çитсен тăм шак хытса, чул пек пулать. Çавăнтан шайласа, çынсем тăмран кирпĕçсем, савăт-сапасем тума вĕреннĕ. О сохр. здор. Пирĕн пӳрт лартнă чухне унăн аслашне çемье тăрăх шайласа тăвас пулать. || Складывать (песни). У. Я. Пĕлĕт пек ушкăн сурăх монгол хирте кĕтет, хăй чĕринчен пĕр юрă шайлать те кĕвĕлет. || Определить, расчитать. Рук. календ. Прокоп. Пирĕн арăмсем хăçан çăмăлланмаллине шайлаймаççĕ. О земл. Хăçан акассине ку ĕç патĕнче тăнă çын нумайĕшĕ хăй те шайлама пултарать. Календ. 1906. Тата çĕр çавракине шайласа та пĕлме пулать. || Разбирать. N. Халь хамăрăн та шайламаççĕ, топă номай переç. || Наблюдать. Çĕнĕ пурăнăç. Лайăх шайласа (сăнаса) пăхăр-ха хальхи çĕнĕ пурăнăçа! Вăл ĕлĕкхи пек-и? || Разрешать, обсуждать. Ск. и пред. чув. 39. Мăншу халăхĕ, хура ĕç çынни, хăйĕн ĕçĕсене пĕрле шайлама пĕтĕм Мăншу ялĕ вĕçĕ-хĕрринчи лутра пӳртсенчен пĕр çĕре, кайăк пуçтарăннă пек, пухăнса пырать. || Уважать. КС. Шайламасть, не уважает (— кураймасть, хĕрхенмест). || N. Ухçана шайламаççĕ.

шайлаштар

понуд. ф. от гл. шайлаш; сравнивать. Сред. Юм. Айта иксĕмĕр юнашар тăрса пĕр-пĕринпе шайлаштарса пăхар-ха. Ib. Çаксене шайлаштарса пăхсассăн, çакна каламалла.

шайлă

подобный этому. Ст. Чек. Çакăн шайлă турăм (на подобке этого). СТИК. Вĕсем икĕш пĕр шайлă. Они двое схожи между собою (по мысли, по нраву). || Разборчивый, расчетливый. См. шайсăр. СТИК. Çакăн шайлă тума тăрăш. Вот по этому образцу постарайся делать.

шаймăк

ленивый. Нюш-к. Шаймĕк çын праçникре ĕçлеме пуçлать. (Послов.). Капк. 1929, № З. Вăхăт мар, кахал та... шаймăк. N. Шаймăк = юлхав. Орау. Шаймăк (о мальчике и взрослом). Ib. Шаймăк (так обзывали девочек?). Ib. Ашшĕ: çытарма аку кайтăр, тесен те, çапах, унта ытти ачасампа шаймăка вĕренесшĕн хăех каять. || Насмешник. Орау. Пулать те кам шаймăк ача, пĕр путлĕ сăмахĕ çук, сăмаха ялан лерелле ярса калаçать. Ib. Шаймăк ача тесе çынтан мăшкăласа кулакан, епле те пулсан çынна пĕчĕк сăтăр тăвакан, çынтан вылятса кулакан (любящего насмехаться, трунить, проезжаться) арçын ачана калаççĕ. КС. Шаймăк, шалун. Ib. Мăшкăласа çырать, шаймăк („шельмец“).

шав

подр. шуму. ЧП. Шав-шав (шум воды и пр.). Ib. Шав-шав çăмăр çăват. Ib. Шав-шав вăрман, шав вăрман, шав вăрманра шав икел, татрăм-илтĕм пĕр икел. КВИ. Сĕм-сĕм вăрман, сĕм вăрман, мĕншĕн хытă шав шавлан? Альш. Иртеех те шав-шав, каç та шав-шав, яланах та хамăр тăван патĕнче (шум пира?). Кĕвĕсем. Ĕнтĕ ир те шав-шав, каç та шав-шав, ялан пуян ĕçки — çикинче. Ст. Ганьк. Шав-шав хăмăш, шав хăмăш, çиллĕ кун та шавлатăн, çилсĕр кун та шавлатăн. Ib. Шав-шав халăх, шав халăх, мĕншĕн шавлать çав халăх? Суя çинчен те шавларĕ. Чăнĕпеле шавламан, суя çинчен шавларĕç. (Хĕр йĕрри). Ск. и пред. чув. 8. Вăрçă шав-шав кĕрлет, таврашри çĕр кисренет. Хурамал. Шав туса тăраççĕ (шумят). || Подр. выплескиванию полного ведра. СТИК. Шыва шав! тăкрĕç. || Подр. громкому разговору, смеху. Турх. Хăйсем шав-шав калаçса пĕр-пĕринпе кулаççĕ. ЧС. Çавăнта пăхса тăракан çынсем пурте шав кулса ячĕç. N. Çӳрекелерĕç, çӳрекелерĕç, тутар вăрттăн ура хучĕ те, чăваша ӳкерчĕ. Хай тутарсем савăннипе шав тăва пуçларĕç. || Шум, гул. Сам. 74. Сĕм вăрманăн мăн шавне тăвланмасăр хăварчĕ. Калашник. Ib. Çил-тăвăл шавĕнче канлĕх пур пек, тăвăл вăл ыйтать. N. Пĕр самантра утаман шава чарса шăпланать. Кан. 1929, № 154. Ĕç шавĕ хăлхана çурать (на заводе). Пир. ял 1929, № 49. 26 пуш четвĕрт (из-под водки) урнă халăх шавĕпе янтраса выртаççĕ (во время выпивки). || Шумный. Т. VI, 22. Çеçен хирте çавра кӳл, çавра кӳлте шав хăмăш; шав хăмăш епле шавласа ларать, çавăн пек шавласа тухса кайтăр. (Куç чĕлхи). || Постоянно, всегда, все время, бесперерывно. О сохр. здор. Темĕн пек çăмăл ĕç тунă чухне те пирĕн ӳтрен шавах япаласем тухаççĕ. Ск. и пред. чув. 39. Ĕçсенче вăрçу-ятлаçу шавах хальхи пек ун чухне нумайччĕ-и? Календ. 1910. Пирĕн пурăнăçра пĕр çул та пушă иртмест, шавах епле те пулсан çĕнĕ япала тупаççĕ. О Японии. Çил сасартăк вĕрет те, чечексем çӳлтен йывăçсем çинчен аяла çынсем çине шав тăкăнса анаççĕ. Сред. Юм. Шав çапла — пĕрмай çапла, все время так. Ст. Чек. Шав = тек. Ib. Шав çавна калаçать, постоянно. N. Ырашсем аван пулĕ, шав çумăр çурĕ. Истор. Вăл малтан шав ача чухнехи пек, çарпа, карапсемпе аппаланнă. Сборн. по мед. Урайне, пӳрт пĕренисене, маччине, тĕп-сакайне шав шăлах, çăвах тăрас пулать. Н. Тим. Хĕлле шав пас тытсан, çăвла шав сылăм пулать. Кан. Çав йăлана вăл халĕ те пăрахмасть. Ăна шавах сахал, çитмест. N. Тĕлĕкĕнче те шав ун çинчен тĕлленнĕ вăл. Утăм. Ыранах яла эс каян — чăваш та шав пулмĕ тăлăхра. Собр. Пăр тивнĕ ыраша аксассăн, çичĕ çулччен шав ыраша мĕн те пулин пулать, тет. || Только, исключительно. Юрк. Савса турăм савнă туса шав çичĕ ют çинчен суйласа. Бугульм. Вуникĕ çула çитсен тус турăм шав çичĕ ют çинчен суйласа. Такмак. Тата виççĕмĕш чыса хатĕрленĕ виçĕ çулхи кăрăкки пулнă, виçĕ çулта виççĕ çĕре анман, шав хуралтă тăрринче шулап тăрăх çунатланса вĕçсе çӳренĕ. N. Çул çинче шав чул кăна. || Совершенно, совсем. Турх. Шав тăлăха юлтăм-çке! Пуçа ăçта хурас-ши? Истор. Владимир шав аслăлана пуçланă. ППТ. Кăна та вара пуçлаччен каллех шав тенкĕсем тухаççĕ. (Сĕрен). || Сплошь. N. Вара шав шыран. Юрк. Вĕлли пулчĕ шав карас. СПВВ. Шав вĕрман, сплошь леса. Ib. Шав çапла. || Всё. Утăм № 4. Пире çиме кӳрекен шав (всё) курăнмасть. БАБ. Туртса кăларат (деревья), тет те, шав çырмана тултарат, тет. Базл. Шав = мĕн пурĕ. Ib. Ĕçе шав туса пĕтернĕ. Ib. Хăваран шав тухса кайрĕç (никам та юлмарĕ).

шавла

шуметь, бурлить. Вопр. Смолен. Çăмăр пĕлĕчĕ шавласан, пит вăйлă çăмăр пулать. СТИК. Шыв шавлать. Янтик. Пирĕн Пăла мĕншĕн шавлать, шавлать шывĕ тулнăран. Елкер. Мăн Атăл выртать шавласа. КВИ. Шавлать, кашлать сĕм вăрман, вĕçе-хĕрри курăнмасть. Никит. Çил вĕрнипе хумханса, пуçне тайса, шавласа çеç ларать. N. Вырăссемпе тутарсенĕн ялĕсем пысăк шывсем хĕрринче шавласа сарăлса ларнă. Якейк. Праххот иртсе кайсан, шу çыр хĕрне çитсе çапса пит хытă шавлать. Когда пройдет пароход, вода с шумом набегаег на берег. КС. Шавлать. (о звуке пароходной машины). Утăм. Шавлар та мар. БАБ. Ан макăрăр, ан шавлăр. Не плачьте, не шумите. В. Буян. Килнĕ хăнасем пит шавлаççĕ, вĕсен каяс вăхăт çитнĕ пуль. N. Эрекне илнĕ укçа парса, шавламасăр ĕçни мĕн усси! Б. Янгильд. Çапла пăрçа çисе ларнă чухне çын шавласа пуни курăнсах карĕ. ПТТ. Вутă (дрова) парăр! вутă парăр! тесе, килĕрен килле кĕрсе, шавласа, кĕрлесе çӳреççĕ. Бугульм. Ик куçăмран куççул юхать шавласа. Стюх. Савни анать шыв хĕрне сассипеле шавласа; сасси акăш сасси пек, пĕвĕ Атăл хумăш пек. Изамб. Т. Унсăрăн шавласа каймаллаччĕ. N. Шавласа кайма пуçларĕç. Баран. 19. Шав шавласа, кĕр кĕрлесе пурте харăс тапранчĕç. N. Шавлани, шум. || Говорить громко, разговаривать. N. Тилли калать, тет: ан шавла-ха эс (молчи-ка ты), эпĕ пит тарларăм, тесе калать, тет. N. Кайса пăх, мĕн шавлĕ? Сходи, что скажет. БАБ. Эпĕ мĕн курнине, мĕн илтнине пĕртте шавламарăм (промолчал). N. Эпĕ вара каласа та анлантарас çуккине курса, малалла нимĕн те шавламарăм. N. Шавласа калаçни, громкий разговор. N. Сĕра ĕçе-ĕçе хăнисем ӳсĕрĕлеççĕ, унтан вара пĕр-пĕринпе (= пĕр-пĕринне) хытă шавласа калаçаççĕ, тата юрлама пикенеççĕ. Юрк. Çапла шавласа калаçса ларнă вăхăтра Карачăмĕ калат... Ib. Шавласа ларăпăр. Будем беседовать.

шавлашкала

учащ. ф. от шавлаш. Альш. Малтан, килтен тухсанах, урамра пĕр-пĕрин тĕлĕнче шавлашкаласа, мĕн туса тăраççĕ. Ib. Уччилние урăх çĕре куçармалла тесе шавлашкалаççĕ те-ха, куçараймаççĕ тата темĕншĕн.

шавкка

маленькая собачка, шавка. Ст. Чек. Унан вара шавккисем (икĕ шавкка пулнă хăйпе пĕрле) иккĕшĕ те килсе тавăрăннă та йăнăшнă. С. Тим. Ман пĕр шавккам пур, хăй вĕрмест, çыртмасть, алăкне уçтармасть. (Çăраççи). N. Муллă çынсем мулне сыхлаççĕ çăхантан тăван шавккипе.

шавшав

шум. Ск. и пред. чув. 8. Халăх шавшавĕ пĕр вĕçлĕ, шавшав сăмахĕ çĕр тĕслĕ.

шак

подр. стуку. А.-п. й. 89. Пĕрене виçнĕ пек пулса, пуртипеле шак! шаккать. Орау. Хура туйипе хăй уммĕнчи шалчана шак шаккать. Юç. такăнт. З9. Кĕркури пуçĕпе урайне шак! тутарать (ударяется). Сред. Юм. Чолпа чола çапсан, шак тăвать. С. Айб. Атте мана пуçран шĕшлĕпе шак тутарчĕ (стукнул). А.-п. й. З8. Туратран турата ларса, шĕвĕр сăмсипеле шак! тутарать — тепĕр турат ӳкерет, шак! тутарать те — теприне касса ярать. НАК. Ачасем çиме килĕр, çиме килĕр! тесе кашăкĕпе чашки хĕррине шак-шак тутарать. А.-п. й. 42. Ула-такка тилле хапха çумне лартрĕ, хăй, хапха тăррине ларса, шаккама тытăнчĕ. Шак-шак! тутарать, шак-шак! тутарать. N. Шак-шак шаккать. СТИК. Шăннă çын шăлне шаккат (или: шак, шак, шак тутарат). Кан. Сӳнме пуçланă чĕлĕмĕпе урапа кăшăлне шак-шак-шак! шаккаса илчĕ. Выçăхакансем 27. Сысна ашне туртар-ха,— терĕ хĕрарăм, кашăкпа чашăк хĕрринчен шак шакканине илтех кайрам. Янгильд. Тукмак çавăрнчĕ те, шăла шак-шак-шак шаккаса кăтартрĕ. Буин. Хура вăрман хыçĕнче шак-шак вутă касаççĕ, çакă ялăн хĕрĕсем пĕремĕк çисе ӳсеççĕ. Актай. Автан çине пĕр йĕкел шак ӳкрĕ, тет. Бес. чув. 15. Çав вăхăтра пĕр çын ăрам енчен чӳречене шак шаккарĕ те: Микулай тете, пухăва! тесе кăшкăрса ячĕ. Синерь. Шак-шак шакăлти мине шак-шак, туп-туп тупарти (тупарти?) мине туп-туп. (Сăра юхни). Коракыш. Шак-шак юман, шак юман, шак юманта шак турат, шак туратра шак йĕкел. (Куршанкă). Янбулат. Шак, шак моклашка дерев опух тепер пошолă мăкăльт тора (торог?). (Загадка. Çона çолăнни). || Подр. оцепенению, отвердению. Баран. 58. Хăранипе шак хытса кайнă (они). N. Тĕлĕнсе шак хытса кайнă (изумился). О земл. Ун пек çĕр çумăр хыççăн шак хытса ларать. Баран. 131. Типсе çитсен тăм шак хытса чул пек пулать. Ib. 128. Вĕçĕ (языка) шăллă-шăллă шак хытă. || Совсем, совершенно. Тюрл. Шак типсе карĕ. Кан. Каçхине çывăрма выртаççĕ те, ирхине шак тусан пулса тăраççĕ (на утро встают, после сна, все в пыли). || Исключительно. Собр. Хĕветле салам янă, тет, янă тет, шак шерепе янă, тет, янă, тет; çемен салам янă, тет, янă, тет, шак канфет янă, тет, янă, тет. || Сплошь. Букв. Ани пулчĕ çула тăрăх, шак та тулă акрăмăр. ЧП. Шак та тулă авăрать. Байгул. Сăрт хĕрĕнче тумкати шак та сарă тулă явăнайрать. Сред. Юм. Шак сиккипе кайрĕ ô, корăнми пôличчен çапах. Пока из виду не пропал, он все вскачь несся (на лошади). N. Утмăл та çухрăм сĕм вăрман, шак уттипе тухрамăр. Тюрл. Çак Тĕрлемес вăрманĕнчен тухнă чух, шак чуптарса килтĕмĕр, утмăл çухрăм вăрманне шак уттарса килтĕмĕр, çитмĕл çухрăм вăрманне шак сиктерсе килтĕмĕр. (Хĕр йĕрри). || Всегда, постоянно. Сред. Юм. Шак та çапла хытланать. Всегда так делает. СПВВ. Шак та çапла. Все так, всегда так. Тюрл. Шак волтса итать (= ыйтать). Постоянно хочет узнать тихонько. || Встреч. в заумных песнях. Кĕвĕсем. Шак та çук, шак та çук, шак та çук та пире çук. Байгул. Шак, шак, шак каюк, шак каюк та пире йӳк. Ib. Шак-шак кайăк, шак кайăкран пире йӳк, чалма-чалма чалтирек, калик (калих?) салам пĕр салам. Юрк. Шак-шак, шак кайăк, шак кайăкне пире пар. Ала 104°. Шак-шак, шакка-иикки, Чорикасси Макаркки, вортты-вортты — ворворихха — Тяма-лохха — Ляплахха.

шакка

стучать. N. Кĕçĕр хуралçă çĕр-хута шаккарĕ. N. Тахăшĕ чӳречене (чӳречерен) патакпа шаккарĕ. Карсун. Çав кун пĕр çын чӳречерен шаккаса: пухăва тухăр, паянхи каç пурте мунча хутса кĕрĕр, терĕ. Васильев. Каллах шаккать кантăкран. Альш. Тăватă уччастка тăватă урăм хуралçи. Вĕсем çĕрле туясем шаккаса çӳреççĕ вара. N. Кĕçĕр хуралçă çĕрĕпе шаккарĕ. Хăр. Палля 7. Хулăн кĕнекене шаккаса: мĕн ыратать? тесе чĕнет. ТХКА 129. Йăс чĕлĕмне тытрĕ те, сакă çумне шаккаса, кукăр пуçа тасатса, çапла сăмах калаçать... А.-п. й. З9. Ула-такка Сахар лавĕ çинчи пичке тĕррине хăпарса ларчĕ те шĕвĕр сăмсипеле шаккама тытăнчĕ. Шаккасан-шакасан, пичке хăми витĕрех шăтса тухрĕ. Ib. 42. Тимуххан килĕнче виçĕ ахар йытă пулнă. Хапхана шакканă сасса илтсенех, кĕсем сикрĕç-тухрĕç те урама, тытĕнчĕç тилле хăваламашкĕн. Юрк. Пĕр çур çул ытла вĕренсе, темиçе урай хăми пек хулăн хăмасене шаккаса шăтарса пĕтерсен, тин пĕртак парапан çапма вĕренет. Кан. Çав чăркуççи çинче кукленсе чула шаккаса лараканскер çын вăл. || Плести (о лаптях). Кан. Хресченсем пӳртре пĕчĕк пуçлĕ çăпатисене шакка пуçларĕç. || Бить. Никит. Лешĕ кушак мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать. Альш. Тытăнать, тет, ку тукмакĕ кунăн тетĕшĕсене шаккама. N. Ку таранччен пере (= пире) пит хытă хуса килчĕç, ура кĕлинчен шаккасах. || Убивать. Орау. Шаккаса пăрахнă, убили, укокошили. СТИК. Шаккаса пăрахнă, укокошили, пристукнули. || Расколоть, разбить (напр. стекла в доме). Кан. Христохвора мĕн,— каять те шаккать. || Кушать, есть. Кильд. Тытса чарăнми кăвак лаша пур, тапăртатса вăл пырать, вăлă мĕншĕн кĕçенет, типĕтнĕ сĕлле вăл шаккать. Ала З0°. Чăнкăр та чăнкăр трантас пур, çавă трантас мĕскершĕн, сысна çуне вăл шаккать. Орау. Шаккăр, шаккăр çăмартисене! Кушайте. N. Шакка! (яйцо), т. е. ешь. || Пить. Ерех. Пит вăйлă вĕсем кунта ĕçрĕç, пĕр четвĕрт эрехе шаккарĕç (выпили). Унтан тата вунă путилкке сăра ĕçрĕç. || Высекать огонь. || Наказывать. N. Никам та ан пăрăнăр, пире ан пăрахăр, пирĕн хута кĕрĕр, тесе шаккаса каласа ямарĕç-и? || Щелкать. Баран. 25. Шăртне тăратнă, шăлне шаккать (волк). Ib. 124. Ик уранăн тăрать, хăрушă мĕкĕре пуçлать, шăлне шаккать (медведь). || Намекать и требовать. Орау. Ку Ларкка укçашăн шаккать те шаккать, çтан тупса парас куна. Ib. Куçлăхне çухатсан тепре илтересшĕн пайтах шаккарĕ те, эпĕ те питех хыпмарăм. || В переносном значенни (в форме деепричастия, чаще всего означает — ни с чем, безрезультатно). Орау. Ала илме карăм та, малтан парап терĕ, унтан арăмĕпе темскер тухса пăшалтатрĕç те, памарĕ те. Ахалех шаккаса килтĕм вара (ни с чем вернулся). Якейк. Ман Ивантан виç тенкĕ илмеле те-хе, тахçан илес.— Пайтах шаккаса (илимасăр) çӳрĕн-ха! Вăл çынна часах кăларса памасть.

шаккамалла

назв. игры. Николаев (Ставроп.). Ку вăйя хуралтă таврашĕнче (пытанма пур çĕрте) выляççĕ. Вылякансем пĕр тĕле шаккакан вырăн тăваççĕ. Унта шаккама патак хураççĕ. Пĕрне шăпапа шаккама хăвараççĕ, ыттисем пытанма каяççĕ. Вĕсем пытансан, шаккаканни шырама тытăнать. Шаккаканни кама та пулин курсан, çав ачана йыхăрса шаккама чупать. Леш ачи те вара малтан шаккас тесе чупать. Пытаннисем шаккаканнинчен малтан шаккасан, тепĕр вăйăра шырама юласран хăтăлаççĕ. Хăш чух ачисем, шаккаканни шырама кайсан, вăрттăн та килсе шаккаççĕ. Тепĕр вăмра шырама, кам ку вăйăра шаккаканнинчен малтан шаккаса ĕлкĕреймен, çав юлать. Анчах чи кайранхи çын шаккаканнинчен малтан шаккаса ĕлкĕрсен, тепĕр вăйăра шырама халь шыраканнинех хăвараççĕ. || Сред. Юм. Сăмсаран шаккамалла вылярĕç. Игра в карты, когда бьют по носу.

шакла

назв. игры в камешки. Шорник., Тюрл. Сред. Юм. Шакла выляс (пилĕк çаврака чулпа утса выляççĕ). || Назв. игры в чиж. Якейк. Пĕр-пĕр çарарах çĕре тваткал карта (кон) çавăраççĕ. Ачасам çав карта хĕрне тăрса туйисене ора пуç çине лартса картаран толалла утаççĕ. Камăн туййи вала кайса ӳкет, çав валтан çапать. Вăл шака карта варне хорать те, туйине шак çине хорса, туйипе шака пĕтĕрсе çапса ярать. Çапла пĕре çапсан ача виççĕ тăвать: туяя шак çине хорать, туяя шак айне чикет, туяпа çапса ярать. Çак ача хыççăн çапмалли шак патне каять те: карти шта? тесе итет.— Ак конта! тесе çапаканĕ туяпа картая кăтартать. Леш шака персе кӳртсен, çапать; кӳртимасан, паçăр çапнă ачиях çапать. Çапла порте вылляса тохиччеи вылляççĕ. Воннăлла, çирĕмле, вăтăрла и т. д. вылляççĕ. Изамб. Т. Шакла выляни. Тайба. Шакла выляс: емиртен тухман, çӳçемире пĕтрĕм, хамшăн тухман. (Игра). Янтик. Шакла выляс, игра в чушки. Николаев. Шакла, игра в козлы.

шак

вянтерь (рыболовная снасть). Карамыш. Т. Николаев. Шак, жак (рыболовн. снасть). СПВВ. ЕХ. Шак — пулă тытма, çипрен çыхса, çунатлă тăваççĕ. Ăна шыва ахаль çĕрех карса хураççĕ. Альш. Кӳлĕсенче, хăмăшсем хутлăхне шыва лартаççĕ шак текеннине. Шака ăна ак çапла тунă: тунă мунчаларан çыхса вăрăм мишук пек, çăварне икĕ еннелле уйăрăлмалла, йĕм-пĕççи пек, тунă. Çав икĕ пĕççин вĕçĕнче патак, вăл патаксенчен тытса пĕççисене карса хураççĕ те, унта пула кĕрет. Пĕççисем хушшинченех кĕрсе кайсассăн, малтанхи шалти хӳрийĕн вĕçĕнче шатăк пур — çав шатăкран пулăсем кĕрсе каяççĕ те шак ăшне, каялла тухаймаççĕ. Вăл мишук пекки сарăлса тăмашкăн пĕр ик-виç тĕлтен кăшăл тăва-тăва кӳртсе лартнă. Ст. Чек. Шак пек тирпейлĕ тыт. Ib. Шак пек таса тыт. Б, Олг. Карса туса Сĕнтĕр çине ик еккинчен варрине шăтăк туса полă похăнмашкăн. Онта лартат шак, вара онта шака кĕрет полă. Онта хаш чухне 4—5 кĕренке толат, она каçпа лартаччĕ, çутăла лартмасчĕ. Ирех пырат, куак çутăпах пăхмашкăн. Пырса кларса килет. Картине çапăран туат. N. Шак лартма кайрĕ.

шак хыв

шак хур, ставить вянтерь. Образцы З8. Шурă Атăл хĕррипе шаксем хыврăм, шаккăмсем кайрĕçĕ сулă пулса. В Переносно — намекать. Орау. Манăн Хветĕре пĕр тенкĕ памалла та, ялан, курсан-тусан, çынсемпе: çавна илмелле, пĕр тенкĕ укçа кирлĕ те-ха, таçтан тупас; е тата: çынсем вĕсем темле парас укçана парасшăн тăрăшмаççĕ, текелесе шак хурса калаçать, темле парас. Якейк. Шак хорса калаçать, намеком выражает свою мысль. N. Шак хорса калаç, говорить обиняком. Питушк. Шак хурса (вăрса) калаçатпăр (ăна систеретпĕр те, сисмест; намекаем).

шакăл

подр. стуку. || Исключительно, сплошь, только лишь. Сред. Юм. Эп ôнне лайăх ôлмасĕм те пĕр тесе пахчара, ôн шакăл пылак ôлма çиç. Чăв. ялĕ. Шакăл чулла сартсем çине лапа вырăнсенчен тапра турттарса сарса, акма юрăхлă çĕр тăваççĕ. Кив-Ял. Шакăл шăмми кăна (о покойнике).

шакăр

подр. дробному стуку. См. МКП, 87. М. Яуши. Сыс, качака! тесе калать тет те, качаки шакăр, шакăр пăх сыссăрĕ, тет. Сред. Юм. Пĕр ывăç пăхăр окçа шакăрр кăларайса тăкрĕ. СТИК. Шута хăяккăн тăратсан, шăрçисем шакăрр тăваççĕ. || Подр грожоту валунов, передвигаемых морской волной по каменистому дну (близ берега). Трхбл. || Исключительно. N. Шатăксене пăхрăм та, шакăр çара шăмăсене курса каяйрăм. || Сплошь. Букв. 1886. Тăррисенче шакăр мăрьесем лараççĕ. НИП. Кунта (Шеме хирĕсенче) ĕлĕк хирсенче шакăр этем шăмми выртнă çиялтах, вăл шăмăсана пĕр вырăс патши пуçтарттарса чиктернĕ. || Сразу. БАБ. Шакăрах ура çине тăчĕç те тухса кайрĕç пирĕн патăмăртан. N. Пур çын та (все) шакăрах ура çине сиксе тăчĕç (шумно вдруг повставали с мест). Орау. Атьăр, атьăр, ачасем, ан тăрăр, çынсем курсан: ха, урлав Иванин ачисем шакăрах тăраççĕ,— тийĕç (когда жнут). КС. Палумми шакăрах ларать (много). СТИК. Кашăка шакăр салма кĕрет (кашăка темĕн чухлĕ салма кĕрет). Трхбл. Шакăр салма (салмаран пуçне урăх нимĕн те çук, пĕр шыв та салма кăна). Шорк. Пурте урама тухса ларнă, шакăр лараççĕ.

шакăрт

подр. обрывающемуся стуку. См. шаккăрт. ЧП. Хутаç, хутаç хурт пуççи, шакăрт ятăм сакайне. N. Ăшкап айĕнче темскер шакăрт тутарчĕ, те кушак-кайĕк? || Сразу, неожиданно. Сред. Юм. Пĕр тенкĕ ôкçа шакăрт кăларчĕ-хучĕ, эп ôна ôн пик парасса шôтламан. Йӳç. такăнт. 20. Шакăрт кĕрсе тăрса.

шакăртаттар

понуд. ф, от шакăртат; производить стук, стучать. Выçăхакансем 26. Вĕсем кашăксемпе епле шакăртаттарни хăлхана йĕкĕлтет. Ib. 11. Таканлă атăсемпе шакăртаттарса, пирĕн патра виçĕ салтак-милитсионер кĕчĕ. Çутт. 68. Çул çинче сасартăк урапа шакăртаттарни илтĕнчĕ. Йӳç. такăнт. 19. Куньккипе шакăртаттарса алăк патнелле утать. Орау. Алăка такăш шакăртаттарать. N. Шăтăк умĕнче ун чухне те çак çăл шакăртаттарса тăп тăррăн юхса выртатчĕ. Ib. Лаша пăхсене кил-картинче кĕреплепеле шакăртаттарса пуçтарнă пек. N. Вара эпир урапа çине лартăмăр та, киле шакăртаттарса таврăнтăмăр хĕрсĕрех. Сред. Юм. Шакăртаттараканни тесе ял хоралçисен шакăртаттарса çӳрекеннине калаççĕ. Орау. Шакăртаттарать (стучит, караульщик). БАБ. Алăкĕсене пырса шакăртаттаратчĕç, тет (стучали палками или задвижками). КÇ. Эпĕ патакпа ракатка (изгородь) патаккисене тăршшипех шакăртаттарса тухрĕм. Чебокс. Атьĕр чарапа хупласа çиелтен шакăртаттарар, терĕç (мертвого петуха). N. Качака урайне шакăртаттарчĕ (унăн пăхĕ шакăртатса ӳкет). || Орау. Кĕçĕр çанталăкки шакăртаттарса (крепко) шăнтса лартнă. || Орау. Салтак ачисене кăçал шакăртаттарчĕç анчах (перебрали всех), пирĕн ялтанах вунсакăр ача карĕ, пĕр пăсăк ача тухмарĕ — йĕркипе илсе пычĕç. || Переносно — говорить, беседовать. Орау. Пăх-халь, вырăспа чăвашла шакăртаттарса калаçса ларать. Ib. Икĕ карчăк пĕр чашăк сăра лартнă та икĕшин хушшине, шакăртаттарса калаçса лараççĕ.

шакăрчăкла

назв. игры в камешки. См. шакла. Ишек. Шакăрчăкла выья выляс тесен, ачасем пилĕк пĕчĕкрех çавра чул илеççĕ те, курăк çине пĕр çĕре пуçтарăнса лараççĕ. Унтан вара пĕр ачи пур чулне те илсе, хăй умне сапса ярать. Кайран пĕр чулне илсе çӳлелле утса ярать те, çĕртен теприне алла илсе, çӳлелле утса янă чухне унпа пĕрле тытать. Çапла пур çĕрти чулне те пĕререн-пĕререн илсе пĕтерет. Илсе пĕтерсен, каллах пур чулне те хăй умне сапса ярать. Каллах пĕр чулне çӳле утса ярсан, çĕрте выртакан чулсене икшерĕн тытса пĕтерет. Пĕтерсен, каллах сапса ярать те, пĕр чулне çӳле утса ярса, çĕрте выртакан чулсене виçшерĕн тытса пĕтерет, кайран тăватшерĕн. Çаксене туса пĕтерсен, лапăрчăк тăваççĕ. Лапăрчăк тунă чухне, пилĕк чулне аллине илсе, пĕр чулне çӳлелле утса ярать те, тăват чулне çĕре хурса, утнă чулне пуш аллипе тытать. Тытсан, каллах çав чулне çӳле утса ярать те, çĕрти тăват чулне илсе, утнă чулне пĕрле тытать. Кун хыççăн çу пуçаççĕ. Ăна пуçнă чух каллах, пур чулне алла илсе, пĕр чулне çӳле утса ярса, чулсене тытнă алли вăта пӳрнипе çĕре сĕрсе, утнă чулне тытать. Ăна тăваççĕ виçĕ хут. Кун хыççăн амине кăларма тытăнаççĕ. Ăна ак çапла тăваççĕ: сулахай аллипе шитланă пек чаркаласа тытаççĕ. Кайран сылтăм аллипе сулахай алли урлă малалла пилĕк чулне сапса ярать. Сапса ярсан, пĕр чулне илсе çӳле утса ярать те, çĕрти чулсене пĕрерĕн шитласа тытни пӳрнисем виттĕр кăларать. Çакна тунă чух тепĕр ахаль ларакан ачи маткине кăтартать. Маткине — амине чи кайран кăлараççĕ. Çаксене тунă чух пĕр утнă чулне çĕре ӳкерсен, унтан чулсене илсе, тепĕр ачи вылляма пуçлать. Кам вылляса тухаймасть, ăна шаклишкă параççĕ. Шаклишкă панă чух, шаклишкă çиякан ачи ик аллине, тӳртсене çӳлелле туса, юнашар тытать. Тепĕр ачи унăн алли çине чулсене хурать те, шаклишкă çиякан ачи чулсене çӳле утса, уçипе (= ывăçĕпе) тытать тӳрчĕсем çине (на обе руки, которые держит вниз пригоршнями). Ăна тăваççĕ виçĕ хут. Минче чул тытимасть, çавăн чул шаклишкă параççĕ (дают щелчки), хăш чух çамкаран, хăш чух алă тӳртне (тӳртĕнчен).

шакмак

чурки. Зап. ВНО. Шакмак, куски дерева, употребляемые для топки самовара. Изамб. Т. Шакмак, шашки (отрезки от палки) для растопки самовара. Ст. Чек. Шакмак, обрубок палки или дерева, кладут в самовар вместо углей. || Н. Карм. Шакмак, кусок сахару. Ала 110°. Такмак, шакмак, акă сана пĕр шакмак. || Деревяшки, подвязываемые к лаптям в сырую погоду. Н. Карм. СППВ. ИА. Çăпатана шыв витесрен шакмак çыпăçтараççĕ. СППВ. Т. Çуркунне ачасем урисем йĕпенесрен çăпата çумне шакмак çĕлесе çыпăçтараççĕ. || Кищаки. Шакмак, часть ткацкого станка, иначе: тай шакки (ура пуссипе кĕрре тытăнтарса тăраканни). || Колодки (на ветряной мельнице), пришитые гвоздями под стенки „арман тӳпи“; колодки эти лежат на кружале. Шакмаки существуют для легкости вращения „арман тăрри“ на кружале. || N. Куçĕсем пурийĕн те шакмак пек, чармак куçлă, пысăк. СПВВ. ФИ. Куçне пĕр хупмасăр ларакан çынна: шакмакпе пăхса ларат, теççĕ. || Фамильное прозвище. Пимурзино. Паян Шакмак шкул чисене урамра салтакла вĕрентрĕ. К.-Кушки. Шакмак Кĕркури.

шакмак куçлă

лупоглазый. Рак. Пĕр шакмак куçлă тутар кăçал ялтан нимпе те каймаст.

шалти

находяшийся внутри, внутренний. N. Шалти внутренний рынок. N. Шалти ĕçсем, внутренние дела (государства). Тогаево. Пĕрре хĕлле Нăрта Мочаш ятлă ял патĕнче питĕ шалти çармăс вăрманĕнче пĕр телянккă илнĕ. Зап. ВНО. Шалти йăвăçăн янкăрланса каять (хуйăрĕ).

шалт

подр. стуку. Орау. Шалт тутар, стукнуть, напр., дверью. Изамб. Т. Алăка шалт хупрĕ (пристукнул). КС. Чӳречене шалт хуппăрĕ. Ск. и пред. чув. 5. Тимĕр тыла, шалт тылă сиксе кайрĕ çулпала. Железная мялка, стукотливая мялка запрыгала по дороге. Ib. 5. Йĕс тăпсаллă хапхана уçать чĕлхе каласа: шалт-шалт тыллăм, шалт тыллăм. Ib. 7. Шалт-шалт сикет, шалт тăвать. Ib. 7. Шалт-шалт турĕ, шалт турĕ, карчăк пуçĕ ялт турĕ (оторвалась). Богдашк. Шалт! турĕ, палт! турĕ, пуçламан шăрттан сикрĕ-тухрĕ. Никит. Аякках та çитменччĕ, аслати шалт! тутарчĕ. || Якейк. Ашшĕ, чол тăхаканскер: мĕлле охмах кукку килнĕ, тесе, чолне шалт янă та, чол айне полса вилнĕ. || Подр. звуку выстрела. N. Шалт та шалт тутараççĕ (убивают из ружей). || Очень, совсем, совершенно, окончательно, целиком. Сред. Юм. Шалт аптрарăм. Нюш-к. Шалт аптрарăмăр. Бука. 1900. Туйĕ час килмерĕ, шалт кĕтсе ывăнтăмăр. КС. Шалт макăрса пĕтрĕм. Букв. 1904. Арăсланĕ пысăк чышкисемпе хăйне хăй питĕнчен пере-пере, чĕрнисемпе чăрмала-чăрмала шалт халран кайнă вара. Бука. 1900. Вара асапланса пĕтсе шалт вăйран кайнă çын тин пĕр пӳрте пырса кĕнĕ. Ib. Тилĕ икĕ уранăн та тăрса кармашса пăхать, тет, сиксе те пăхать, тет, çырлине ниепле ярса илеймест, тет. Шалт супса пĕтрĕ, тет те, хайхи, кайрĕ, тет, вара мăйне-куçне пăркаласа. N. Çанталăк вĕри, çӳренĕçемĕн шалт ăшша пиçсе кайрĕ, тет, ку. N. Ку упа шалт çиленсе çитет те, пĕренине мĕн пур вăйĕпе тĕртсе ячĕ, тет. Полтава 14. Пур ыр ята шалт çĕртсе. Бгтр. Йысна черки çут черки, шалт ĕçмесен шут килмест. Ходар. Тав сире эппин, тет те, сăрине шалт хурать (выпивает до капли). N. Шалтах = пĕтĕмпех. Регули 1417. Утсам шалтах ăвăннă. Ib. 1417. Шалтах тасатрăм. Яргуньк. Коланая шалтах татрăм (сполна). Т. VI. 60. Пĕри-пĕри ĕçсе яраймасан, ăна ĕçтерекенни кĕл-кĕлекенни патне çавăтса пырса, виç курка шалт та шалт ĕçтерсе яраççĕ. Яргуньк. Шалт та шалт тутарать, стакан за стаканом выпивает (вино). КС. Шалтах ĕç, выпей до дна. || СТИК. „Шалт“ в сочетанни с глаголом тĕлĕн — неожиданное удивление, а йăлт — постепенно возросшее. Ист. Хăйне хирĕç Ольга каланă сăмахсенчен Игорь шалт тĕлĕннĕ. Собр. Улпут курнă та шалт тĕлĕнсе кайнă. Ib. Хĕвери Якурккаран шалтах тĕлĕннĕ. А.-п. й. З5. Трашка ачисем тăрна патне çитеççĕ те шалт тĕлĕнеççĕ. ЧС. Эпĕ ăна курсан шалт тĕлĕнсе кайрăм. Сред. Юм. Çав çамрăк çын вилнĕ тенине илтрĕм те-ха, шалт! тĕлĕнтĕм вит: халь вилмелле çын-и халь вăл? ПТТ. Хăш çулне ялкăшса çунакан вут урлах каçаççĕ те, шалт тĕлĕнмелле, тепле вут çулăм ярса илмес. Изамб. Т. Тепле пурăнас, тет, шалт тĕлĕнмелле (удивительно).

шалт курки

ковш, который следует выпить до дна. Сред. Юм. Ĕçкĕ-çикĕре хуçи шалт корки тесе хай пĕр корка ĕçет те, ыттисене пĕрер кôрка тĕппипех ĕçтерсе тухать: çавна шалт кôрки ĕçетпĕр, теççĕ. КС. Тав сана, шалт курки! (Я выпью до дна, и ты должен так же).

шалтăр

подр. звуку при отпирании замка. Сала 169. Шалтăр турĕ, шăтăкне кĕчĕ. (çăраççи). || Подр. рассыханию. К.-Кушки. Хапха шалтăр кайрĕ. Ворота рассохлись. Ib. Уличе хапхи — пилеш йывĕç, шалтăр кайрĕ кăçалхи çилпелен. || Подр. звуку выстрела. Альш. Вăрманта вăрман сыхлакан пăшалне шалтăрр! тутарса ячĕ. || Подр. звуку разбитого горшка. КС. Тăн чӳлмек шалтăрр çĕмĕрĕлсе карĕ. || Подр. стуку быстро едущей телеги. N. Орапи лаши чопнă майĕпе шалтăр-шалтăр çĕмĕрĕлсе пырать. Сред. Юм. Аякран итлесе тăрсан, пôш ôрапа чуптарнă сас шалтăр-шалтăр-шалтăр! туса илет. КС. Кĕтӳç сурăх урине туяпа пенĕ те шалтăрах хуçса пăрахнă. Ib. Çав çын йăвăç çинчен ӳкнĕ те, ури шалтăрах кайнă. Сред. Юм. Ырса тавăрнсан виç-тăват корка сăра ĕçрĕм те шалтăрах кайрăм (не хочется с места вставать и пр.). Ib. Çак пĕр-ик çôлтанпа шалтăрах карăм ĕнтĕ, вăй пĕтсе çитрĕ (сразу постарел). N. Хай Хаймулла тавăрăнсан, ывăннăскер, ĕçнĕ-ĕçменех шалтăрах кайса çывăрчĕ, тет. N. Унăн ячĕ шалтăрах кайрĕ.

шампăртат

бултыхаться, плескаться. N. Шампăртатать (шывра), плавает в воде. Баран. 56. Тӳрех Днестр шывне шампăртатса кĕрсе ӳкеççĕ (лошади, перескочившие овраг). Ib. 85. Шыв хумĕсем тусене çапăнса кĕрле пуçлать, шампăртатса мĕкĕрсе, каялла юхса каять, аякка кайса пĕр çĕре хутăшать.

шан

(шан, Пшкрт: жан), верить, доверять. N. Тикĕс çула та шанах ан пĕтер. Сред. Алг. Шанмасан, тухса пăхăр. N. Вĕлериччен малтан: сана вĕлеретпĕр, тесе каланă, теççĕ, анчах вăл хăратнине шанман, теççĕ. N. Камсем ĕçне пĕлмесĕр шанман пирки вăрман хуралçине арестовать тунă. N. Çак тăшмансене эсир тантăш тетрим (= тетĕр-им), хирĕç тăрса сăмах манас тетрим. Альш. Ку юрăсене эп юрламăттăм, чунăм чухлĕ шанатăп кăмăлра. Ib. Юратать ăна вăл, сăмах шанать. Янтик. Ну, чее вет у! Чĕлхипе çăвать анчах, такам та пĕр 100 тенкĕ шанса памалла. Регули 706. Кона шанмалла, ĕненмелле кона. || Надеяться, рассчитывать, ожидать, полагаться. Букв. 1900. Йыттăн хӳри кукăр, ăна шанма çук. Регули 683. Шанмалли çын çок. Ib. 1371. Шанарах тăрать сан çине. Вишн. 60. Хăшĕ-хăшĕ çула-мĕне кайнă чух çул çине пĕр курăк çине шанса тухаççĕ. Орау. Ват лашана шанса кӳлеççĕ. П.-Сорм. Çак Юман паттăр хурал тăчĕ-тăчĕ, тет те, карĕ, тет, пăрахса çывăрма. Иван Суволов калать, тет: куна шанса пулмарĕ, тесе. Тăв. З6. Карук ун пек çын мар. Кирукне хуть шансах пăрахмастăп. N. Шаннă кайăк йăвара çук, теççĕ. N. Шаннă йăвара кайăк çук, теççĕ. В том гнезде, на которое рассчитываешь, не найдешь птицы. N. Ачи-пăчине шанакан хăрах куçлă пулнă, тарçине-тĕрçине шанакан сĕм-суккăр пулнă, тет. Кто полагается на своих детей, сделался кривым; кто полагается на работников, тот совсем ослеп. (Послов.).

шан

большая деревянная кадка, употребляемая при пивоварении. N. Шан — сăра йохтараканни. Изванк. Салат-хăмласенчен пĕр пысăк шан сăра юхтарчĕç. Ст. Айб. Ăçта каятăн, хура кут; эпĕ те пырам, шăтăк кут. (Шанран ăсла юхни). Т. II. Загадки. Ăçта каятăн, хура кут? — Эпĕ те пыратăп, шурă кут. (Сăра хуранĕпе сăра шанĕ). Собр. Кăçта каян, шăтăк кут? — Эпĕ те пырам, хура кут! (Хуранпа шан). N. Шан, вроде глубокого корыта, делается из толстого дерева, нутро коего вынимается; оба конца забиваются досками, в одном конце оставляется дырочка для вытекания сусла. || Чан. Кр.-Чет. Старик тир туса пурăннă. Пӳртĕнче З пысăк тир шанĕ ларнă. Альш. Тикĕт шанĕ. || Фамильное прозвище. Хир-б. Шан Йăван. || Встреч. в загадке в неизв. знач. N. Шан касай? — Вăл та пулин мăрье.

шанк

подр. короткому стуку. См. МКП, 40. Сред. Юм. Пĕрене çôмĕнче ыйăхласа таянса ларнă чôх хам сисмен те, пуçа пĕрене çôмне шанк тутартăм. Лебеж. Кулен шанк-шанк. (Вутă касни). Собр. Йытти ленк-ленк, хӳри шанк-шанк. (Сӳс тыллани). N. Шанк, звук одного колокольчика. Тюрл. Шанк! выртать месерле (растянулся) Альш. Урисене шанк тăснă (умер). Б. Олг. Шанк тăрса тăратăн, тонката пак, вурсам (жни)! || Подр. остолбенению. Баран. 47. Тарас вырăнне (вместо того, чтобы бежать) хам шанк хытнă кайнă (остолбенел, при виде гадюки). N. Хаçатсене вулакан çынсем шанк хытса кайса ним пĕлмесĕр пăхса тăракан çынсем пек мар. || Совершенно. N. Шанк пăр çине пăрçа акрăм. (Çăлтăр). Янтик. Атя, Иван! Халь лашуна таханлат. Çулсем шанк пăр пулнă. Сред. Юм. Шанк уярĕ = пит уяр (пĕр пĕлĕт те çôк пôлсан калаççĕ). Ib. Малтан çăмăр çуса, кайран пĕр пĕлĕт те кôрăнми уяртса кайсан, шанк уяртнă, теççĕ.

шанкал

тоже, что шанкав, шакла. КС. Шанкал пуç, гладко остриженная голова (в насмешку, а без насмешки: шакла пуç). Орау. Шанкал, ствол сухого стоячего дерева без листьев и коры. Ib. Капла ĕçлесен, хăрнă йăвăç пек пĕр турачĕ хăрĕ, тепри хăрĕ те, шанкалĕ тăрса юлĕ хăвăн. Ib. Мĕн тăван ку шанкалпа, вăрманта йăвăç тупмарăн-им? (о дереве, гипербола). Ib. Шанкал тесе Йăвăçăн хуппи унтан-кунтан сĕвĕннĕ пулсан та калама пултараççĕ. КС. Шанкал йывăç, сухое дерево, лишенное коры. || N. Тутар ачи çапла персе янă: шанкал чĕппи килсе шакăртаттарса вăратрĕ мана,— тенĕ.

шанкарт

то же, что шанкăрт. СТИК. Пĕр çын тимĕрпе витнĕ çурт тăрринче шанкарт-шанкарт тутарса çӳрет. Ib. Ача сак çинчен шанкарт йăванса карĕ. Ib. Вут сыппине тăратса лартнă çĕртен шанкарт йăвантарса ячĕç. Ib. Шанкарт выражает звук, когда предмет свалится и произведет смешанный звук. Если предмет плашмя, будет не шанкарт, а шап или лап, звук чистый, не смешанный.

шанкă

лутошка, липа, с которой снята кора, содрано лыко. Хурамал, Мурат, Орау. Шанкă, голая, ободранная липовая лутошка. Ib. Пушăт йăвăççинчен пушăтне сӳсе илсен, шанки анчах тăрса юлать, çавна шанкă патакки теççĕ. Абыз. Çăка кутне çул турăм, шанкишăн мар, пушăчшĕн. Шихаз. Унтан вара пĕр çара шанкă çине, лаша çине утланатăп тесе, утланчĕ. || Древесина дерева. Юмансар. Шанкă, липовое бревно, срубленное летом. Их собирают в одно место осенью во время дождя. КС. Шанки курăнсах тăрать. || Сушняк, усохшие сучья, ветви, сухой хворост. Шашкар. Шанкă, сухие сучья, а çапă — могут быть и свежие сучья. Пшкрт. Шанкă, сухой орешник. СПВВ. ТА. Шанкă = шĕшкĕ вутти. М. Етмен. Шанкă, вообще сухой хворост, может быть и без сучьев. Хора-к. Икĕ пуслăх вăрманĕ çук, пĕр çĕклемлĕх шанки çук. Ст. Чек. Тип шанкă пуçтар, собирать валежник. А.-п. й. З0. Кусем типĕ шанкăсем пухса килчĕç те вут хума шутлаççĕ. Панклеи. Эс конта серте тат, эп шанкă хоçма каям аяккарах. Яргуньк. Хай ача пынă чухне пĕр шанкă тĕми курса чĕртсе ячĕ, тет, хăй хупарса тăчĕ, тет. N. Вара касак ачасенчен ыйтать: сирĕн хăнкăла йĕнни пур-и? тет. Ачасем пурте шанкăран хăнкăла йĕнни туса пыраççĕ çав пӳрте. (Сĕрен). Икково. Пӳрт хыçĕнче хăрăк шанкă çакăнса тăрать. (Çит тони).

шанкăл

шанкăлл, подр. звуку при бросании сухих поленьев друг на друга. Сред. Юм. Тип вăтта çĕре пĕр-пĕрин çине пăрахсан, шанкăлл! тит.

шанкăртаттар

понуд. ф. от шанкăртат. СТИК. Пĕрре çак çулпа пĕр улпут шанкăравпа шанкăртаттарса иртсе пырат, тет. НАК. Лешсем вара пӳртсем çуммипе: туя, туя, туя, тесе, шанкăрипеле шанкăртаттарса çӳреççĕ. Баран. 123. Клест тиекен кайăкĕ те, ытти тĕрлĕ кайăксем те харпăр хăй юррине шанкăртаттарса юрласа лараççĕ. || Орау. Кĕçĕр çанталăкки шанкăртаттарсах уяртса кяйнă.

шанпă пулă

назв. рыбы. Кн. для чт. 112. Ун телейне кура пĕр çын шанпă пулă лавпа илсе пынă иккен.

шантал

(шандал), подсвечник. В. Олг. Шантал = çурта лартни. Хорачка. Шантал çине çутас çорта. Шинар-п. Çавăнтах вăл ак мĕн шухăшланă: çав шантала илсе тухса каяс-ха ĕнтĕ, мана вăл та самаях пулĕ-ха, тенĕ. || Наковальня. Шибач. || Т. II. Загадки. Сакăрвун салтак, икĕ шантал, пĕр улпут. (Чĕренчепе витнĕ пӳрт çийĕ).

шанчăк

надежда, опора. Пирĕн шанчăк теççĕ, теприсем — шанăç. БАБ. Хура халăхăн мĕн пур шанчăкĕ те пĕр тырă çинче анчах пулнă. N. Кам та кам ăслăлăх çине шанчăкне хурать. Ст. Шаймурз. Хура сăран алсан çакки çук, савса туман тусра шанчăк çук. || Доверие. КС. Унăн шанчăкĕ çук. Ему веры нет, на него нельзя полагаться. N. Шанчăк ил. N. Çыншăн вăйăнтан ытлашшине шанчăка ан кĕр. Микушк. Ача нумайччен пурăнса шанчăка тухрĕ, тет. N. Шанчăк çухатасран хăратăп. N. Кам хăйне шаннă шанчăка пĕрре вĕçерет, ăна нихăçан та шанăç пулас çук вара. Юрк. Ирхи куна каçчен çӳрĕттем, пирĕн килте тата шанчăк çук.

шаплаттар

понуд. ф. от шаплат; стукать, шлепать, бить. Тюрл. ЧС. Пĕри те пырса шаплаттарать, тепри те пырса шаплаттарать. КС. Туяпа çурăмран шаплаттарчĕ (по спике, по шубе). Ib. Çурăмран алса тулĕпе шаплаттарас. Ib. Çĕре патакпа шаплаттартăм. Н. Карм. Шаплаттарса çапрĕ (патакпа). Икково. Шаплаттар; если сидящий на окне ребенок упадет на улицу, он может шаплаттарма, если упадет, напр., плашмя. КС. Патакпа шыва шаплаттарчĕ. Ib. Шыва алă лаппипе шаплаттартăм. Ib. Кăсем авăн шаплаттараççĕ (при молотьбе на току цепами). || В переносном знач. Чĕлкаш 5З. Пĕр çĕр хушшинчех çур пин тенкĕ шаплаттартăм. Пирĕн ял 1929, № 25. Пухури халăха шăварса тухсан, çурт вырăнĕ шаплаттарса та илчĕ (получил).

шап

частица образования превосходной степени прилагат. и наречий. Хош.-Çырми. Шап-шара та çеçке шăттăр-и. Пусть вырастут там белые разбелые цветы. || Ровно, точь в-точь, как раз. Пухтел. Шап вуниккĕ, ровно двенадцать. Чăв. й. пур. 25. Çапла ялтан яла çӳресе пĕр уйăх шап иртнĕ. Ib. 24°. Çула пулсан шап пĕчченçи, ăçта анкартĕнче, ăçта хирте пурăнкаласа. Сала 97. Шап çурта пек пĕвĕме ӳстертĕм, тем атте-анне тытас пек. || Совсем. Чăв. й. пур. 10°. Çав Михеле шап тĕплĕ-йĕрлĕ çынах мар. Ib. 16. Шап ӳссе авланичченех ют яла, çывăхри ялсене те тухман вăл. N. Шап ырра тухнă вăл. N. Ăна шап тасана кăларнă. || Ой-к. Шап-Шап Шапашкар, Шапашкар хуçи Йăван пур.

шап-шар

шап-шарă, очень белый, весьма белый, пребелый. Эльбарус. Халччен çĕр шап-шар йорпа витĕнсе выртнăскер, хал ĕнтĕ темĕн тĕрлĕ, анчах симĕс сăн ытларах, во (= вăл) порне те çĕнтерет. Букв. 1886. Пырсан-пырсан, пĕр ялта шап-шар, симĕс тăрăллă чиркӳ курăна пуçларĕ. Собр. Илĕр-пăрахар çĕлĕкне, шап-шар кукши курăнтăр. Кубня. Хур, кăвакал, мулкач, ака тихисем пусса çине ялта, шап-шар лаша илсе шăтăка чĕрĕллех янă. Хош.-Çырми. Шап-шарă та арăм эп илтĕм. Белую-разбелую взял я себе в жены. ЧП. Шап-шар вĕрене.

шап-шурăлан

стать совершенно белым. Дик. леб 34. Елиса шывра хăй сăнне курать те пĕтĕмпе хăрасах ӳкет: унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Вăл ывăçĕпе шыв ăсса илет те, питне-куçне, çамкине çăвать; çавăнтах унăн ӳчĕ-тирĕ шап-шурăланса, çемçелсе, ĕлĕкхи пекех çуталса каять. Элиза увидела в воде свое лицо и очень испугалась: такое оно было черное и безобразное. Но вот она зачерпнула рукой воды, потерла щеки и лоб, и лицо у нее опять стало белым, как прежде.

шапала

назв. игры. Николаев. (Ставр.) Шапала. Вылякансем сак çине йĕркерен ларса тухаççĕ. Иккĕн пуçлăхсем пулаççĕ. Пĕр пуçлăхĕ кĕленче çăмартана кашнин чĕрçи çине хунă пек туса тухать, анчах пĕрин çине никама кăтартмасăр хурса хăварать. Тепĕр пуçлăхĕ кам чĕрçи çине хунине пăхса тăрать. Хураканни тепĕр пуçлăхĕнчен кĕленче çăмарта кам чĕрçи çинчине ыйтать. Леш пĕлеймесен, ку каллех хурса тухать. Унтан каллех тепĕр пуçлăхĕнчен çăмарта камрине ыйтать. Леш пĕлсессĕн, камăн чĕрçи çинче çăмарта пулнă, çав тухать. Ун вырăнне пĕлекенни ларать. Унтан тухаканни хай хума тытăнать. Ĕлĕк пытарса çӳрекенни халь пĕлекенни пулать. Пĕлсен хăй ларать. Хума урăх çын тухать.

шапаç калани

назв. свадебного обряда. Н. Р. Романов. Туй пĕтсен, шилĕк пăсас умĕн, пĕр халапçă: „Нарт-нарт кăвакал, ăçта каятăн, кăвакал?“ — тесе сăвă калать. Çавна шапаç калани теççĕ. Кайран шилĕк пăсаççĕ.

шапăртат

плескаться: шуметь (о воде, дожде). КС. Çăмăр шыва шапăртатса çăвать. Чĕлкаш 4З. Сасартăк хуме леш енче шыв шапăртатни илтĕнче. Альш. Шалта çӳреççĕ шапăртатса (в болоте) кăвакалсем, хурсем. Хурамал. Кăвакал чĕпписем шывра шапăртатса çӳреççĕ. N. Кусем (ăраксем) шапăртатса кĕрсе каяççĕ, тет те, арчана исе те тухаççĕ, тет (шывран). КС. Шыв арман урапи шапăртатса çавăрнать (шум). Сред. Юм. Пуç тăрах шыв ярсан, шапăртатса йôхса анать (шумно стекает на пол). || Покрапывать. N. Шапăртатса вăйлă çумăр çăва пуçланă. Сред. Юм. Эп тин яла персе çитнĕччĕ, çăмăр шапăртата та пуçларĕ (пошел дождь). || Сильно течь (о слезах). Альш. Çак тăвансем асма килсессĕн, шапăртатса юхат куççулĕ. ЧС. Кайран çав кассалла каяс та килместчĕ, мĕшĕн тесен çуннă тункатасене курсан куççулĕ шапăртатса тăкăнатчĕ. || Сыпаться (о зернах). КС. Пăрçа шапăртатса тăкăнать. Якейк. Типĕ кĕлтея капана хунă чох, авăн типĕтсе кĕлте йитем çине йăтнă чох ыраш шапăртатса йохать (звук падения зерен). Сред. Юм. Тыр пôлман-ха тесе килте ларатпăр, и ô пĕр-ик контанах шапăртатать анчах (сыплется). Çамр. Хресч. 1929, № 22, 7. Вĕсем (шпанские мухи) шăналăк çине шапăртатса ӳкеççĕ. Чăв. й. пур. 24. Йĕпе тумтирĕпех шапăртатса кайнă та, тумтирĕ пĕтĕмпех пăрланса шăнса кайнă.

шарла

журчать, шуметь. Орау. Шыв хыт шарлать (сильно течет, с высоты, шумно). УЯ. Шарлаççĕ çырмасем çут шывлăн. Баран. 97. Сулахай енче темĕн тарăнăш çурăк карăлса выртать, ун тĕпĕнче шыв шарласа юхать. || Собр. Тĕпсакайĕнче сар лаша шарласа кĕçенсе тăрать (громко, с азартом. Пичкери сăра). || Изванк. Шарласа çунать (вут). Якейк. Вот шарласа çонать (= карласа, с шумом). || В отриц. форме — молчать, не говорить. N. Ан шарла, молчи, не сказывай никому. Сĕт-к. Чăп, ан шарла, молчи, не говори. Изванк. Ачасем, эсир никама та ан шарлăр (никому не сказывайте). Ib. Хуçа, хуçа пек, хуçа хĕрне ан шарла. СТИК. Ан шарла ĕнтĕ эсĕ кун çинчен. Ib. Эсĕ ан шарла тульккă, эпĕр вĕрентсе парăпăр-ха вĕсене. Никама та ан шарла, сăмах тухнă ан пултăр. Ан шарла. Не говори. (Имеет оттенок такой, как при секретах приходится говорить шопотом, что видно из приведенных мною трех примеров). Ст. Айб. Улпучĕ те, хăраса кайнăскер: ан шарлах, ачам, ме сана икĕ çĕр тенкĕ укçа, тесе кăларса пачĕ, тет. N. Шарламан, не говорил, не сообщал, не передавал. N. Аксёнов нимĕн те шарламан, пуçне усайнă. N. Ăслă çын сăмаха вăхăт çитиччен шарламасть. Собр. Йытă вĕрет, шăпчăк шарламасть. (Послов.). N. Эп сире те пасăр лартса чоптарас тесе тăраттăмччĕ те, шарламантан нимĕн тумарăм. N. Мана шарламан-и? — Çок. Кан. Кĕпе-йĕмĕсем пирки шарламалли те çук (не приходится говорить). Ib. Членсем ун çинчен шарлама пуçласан, Краснов пĕр икĕ çынна çур-шар пăт парать.

шарлаттар

понуд. ф. от гл. шарла; шуметь. Питушк. Шарлаттарса йохать шыв (шумит). Сунт. Чулсем (жернова) сиксе тухса пек шарлаттараççĕ. Шар-шар-шар! шарлаттарни илтĕнет. || Сред. Юм. Хăмаçа çорса кăлар тессине шарлаттарса кăлар, теççĕ. || Изванк. Вăсенĕн ылханĕсем хăçан та хăçан шарлаттарса çунакан кăмакарн вут çине пĕр ушкăн тĕслĕрен тĕслĕ йăвăçсем шăтчăр та, вăсен ылханĕсем тин çак ачана çитсе çавăрса илччĕр. (Тĕпсаканче пăт чӳклени). || N. Самартан илнĕ сар лашам, юпа çумне кăкарсан, шарлаттарса кĕçенчĕ. Изванк. Эпир мура асатса, автансем пит хытă шарлаттарса автнă вăхăтра киле çитрĕмĕр. || Кан. Пĕри тата шарлаттарса утса пырать.

шар

беда, несчастье. N. Шар полчĕ, беда. Йӳç. такăнт. 56. Тепри виçĕ пуслăх ĕçет те, виç тенкĕллĕх шар тăвать. N. Ял çинчи йăвăр чир, йăвăр шар кайтăр (да исчезнет). Бес. на м. г. Пĕр-пĕр шар килсен, нуша килсен... КС. Шар куртăм. Потерпел несчастне (материальное). Пшкрт. Шар корса пер (= эпир), шарланса. Актай. Эпĕр илес хĕрсене ыр çын илсе ыр куртăр, ыр куртăр та шар куртăр, упăшки вилсе шар куртăр. Сĕт-к. Эпĕ илес хĕрсене ыр çын улĕ исе ыр кортăр, ыр кортăр та шар кортăр, ачи-пăчи шар кортăр. N. Июльпе август уйăхĕнче улпутсем нумаях шар курман. Собр. Тĕрлĕрен шар курасран, хирĕçен тăшманăн хирĕçи вăрăнасран хăтар пире. (Из молитвы). N. Ĕç ĕçлеме шар курма вунă арçын тарçăра. Янтик. Хама хам шар курма карăм-çке çанта: халь укçа та çук ĕнтĕ, çитменнине пĕç халь те ыратать. Регули. 727. Вăл онта пре (= пĕрре) тытăнса шар номай корчĕ. Ib. 428. Шар корăпăр.

шари

подр. сильному крику или визгу испуганного. Шорк. Ача йытăран хăрарĕ те, шари! кăçкăрса ячĕ. Ребенок испугался собаки и закричал. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм шари çохăрса яраççĕ. КС. Ачана хурт сăххăрĕ те, шариях çухăрса ячĕ (визг). Юрк. Çав вăхăтра пирĕн урапа хыçне пырса тăнă çын, чыкан майри, шари! кăшкăрса ячĕ те, пĕр енелле çĕлен пек ыткăнса карĕ. КАЯ. Акка хăранипе шари!.. шари!.. шари!.. макăрма пуçларĕ. Кратк. разск. 29. Вĕсем ăна курсассăн, шари! кăшкăрса йĕрсе янă. Собр. Çав вăхăтра вăрманта пĕр арçури шари кашкăрса ячĕ, тет.

шарикла

жарить. Курм. Апи килте полмасан, пĕр çатма çăмарта шарикласа килĕттĕмччĕ.

шарлавăк

водопад. См. шарлак. Н. Карм. Шарлавăк тесе шыв çырантан сиксе анакан çĕре калаççĕ. Ib. Çав шарлавăкра шыва кĕтĕмĕр. СПВВ. КЕ. Пĕр тĕлте шыв кӳлленсе тăрат пултăр, унтан шыв чулсем çинчен шарлатса юхат, çавна шарлавăк теççĕ. Череп. Шарлавăк, вода, падающая с довольно значительной высоты, до сажени (напр., на водяной мельнице). Ib. Шарлавăка кĕрсе ларнă, спрятался за струей падающей воды.

шарт

подр. треску. Шел. 126. Харăк-харăксем шарт-шарт! ванаççĕ, кĕленче пекех пăр саланаççĕ. С треском ломается сушняк и, как стекло, рассыпается в прах. Çутт. 17. Шарт-шарт! туса вут çунĕ, арăм кулаç пĕçерĕ. Будет с сильным треском гореть огонь, и жена будет печь белый хлеб. || Подр. удару хвостом, кнутом, прутом. Сунт. Хӳрисемпе шарт-шарт тукаларĕ те, тапратрĕ курăк çиме. Лошадь похлестала хвостом и принялась есть траву. Сенг. Унтан мана: ан ӳк, терĕ те, лашана пушăпа шарт! тутарчĕ. А.-п. й. 111. Юрланă май хăй кĕсрине пушшипе шарт! çапать. Ib. 113. Шарт! тутарать Кĕркури кĕсрине тепĕр хут. Шорк. Пĕчик кĕске пушăпа шарт та шарт çапать. Çутт. 71. Тилкепе вĕçĕпе кĕсрене шарт! тутарчĕ. Эльбарус. Ак сире çавăншăн, терĕ те, шĕшкĕ холли хуçса илчĕ те. Хĕре шарт анчах тутарса çапрĕ. Альш. Шарт тутарат та ашшĕне тыттарат, тет. Теприне амăшне тыттарат, тет. || Подр. удару грома. Малт. шк. вĕр. фиç. 113. Пĕр вĕçĕмсĕр шарт та шарт çапса, йĕри-тавра саланса кайса, хăлтăртаттарса тăрса, пĕтĕм сывлăша хумхатса ярать те, унтан каллах вăхăтлăха лăпланать. || Подр. внезапному испугу. Якейк. Мăнаçи (гром) çаппăр те, шартах сикрĕм. Б. Хирлепы. Йытти: хăр-хам! тере, тет, çынни шартах сикрĕ, тет. Сред. Юм. Эсĕ пит тарук çохăрса ятăн та, эпĕ шартах сикрĕм. Орау. Темскер эпĕ хăраса шартах сикекен пултăм (напр., при стуке внезапном и пр). ТХКА. 20. Пыйтă сăмахне илтсен, шăрка шартах сикрĕ. Чем люди живы. Симун шартах сикнĕ. Юрк. Карчăк хăраса шартах сикет. Истор. Адашев Крыма çитсе вăрçа пуçласан, тутарсем, пĕтетпĕр тесе, шартах сикнĕ. Разск. Пурин хутаççинчен те кĕмĕлсем сике-сике тухнине курсан, Яккăв шартах сикнĕ. Орау. Лаша сывмарланчĕ те, шартах сикрĕмĕр лаша вилесрен. Сред. Юм. Шарт сиктер. Сунт. Шартах сикет ун чĕри, хăйне темĕн пулнă пек, у него так и ёкнуло сердце, как будто с ним случилось что-то необыкновенное. N. Шартах сиксе вăран. N. Çывăрна çĕртен шарт сиксе вăран. Ачач. 14. Сасартăк шарт-шарт сиксе вăрана-вăрана каять. || Подр. неожиданному удивлению. Юрк. Пăхасăн, аллине кĕлĕ кĕнеки вырăнне хай шӳтсем кĕнеки çакланнине курсан, хăй те шарт тĕлĕнет. Ib. Вĕсем те вара шарт! тĕлĕнчĕçĕ. Ку кĕнекене ăçтан илтĕн, шартах хамăр чĕлхепе çырнă, теççĕ. Ib. Хайхисем, ку çак сăмаха тĕрĕс каласа парасса кĕтменскерсем, кулас вырăнне шарт тĕлĕнеççĕ. БАБ. Пирĕн ялти çынсем, çав тĕрлĕ асап курнине курсан, шарт тĕлĕнсе кайрĕçĕ, тет. N. Унтан пурте шарт тĕлĕнетчĕçĕ. || Подр. резкому удару в ладоши, удару ладонью по бедру, крыльями. С. Устье. Кайран çав охотник кулянса икĕ аллине шарт çапса тăрса пăхса юлчĕ, тет. N. Тĕлĕнсе аллисене шарт! çапаççĕ. Пазух. 91. Ай-хай-ах та, кинçем, ай, Наçтук пур, парниех те сарни çитмесен, çӳпçи тавра виççĕ çаврăнать, икĕ пĕççисене шарт çапать. Букв. 1886. Аттесем пĕççисене шарт çапрĕç. Ст. Айб. Кăвак-кăвак кăвакарчăн, шулап тăрăх кускалать, шулап хĕрне çитсессĕн, икĕ-çунатне шарт çапать. Пазух. 91. Кăвикех те кăвик кăвакарчăн шулапах та тăрăх кускалать. Шулапах та вĕçне, ай, çитсессĕн, икĕ çунаттине шарт çапать. N. Кулик-кулик кăвакарчăн, шуçлăх тăрăх кускалать, шуçлăх тĕлне çитсессĕн ик çонатне шарт çапать. N. Пĕççине шарт та шарт çапрĕ. Сред. Юм. Çавăн чол полатна, старав çынна лаша тапса вĕлернĕ тенине илтрĕм те тĕлĕнсе вĕççĕ шарт çапа тăран вит. Цив. Пĕчĕккисене хĕвеле сăхманпа чăркаса лартнă, хăйсен аллисене шарт-шарт çупаççĕ. Янш.-Норв. Шарт-шарт çупмашкĕн Чĕмпĕр алси пирте çук. Абыз. Çынсем манран юр ыйтаççĕ, манăн та юрă арчара, арча ушши арăмра! Арăм кайнă улаха, шарт çупать те сĕм ярать, йăлтăр-р-р курнан пир тăвать! Собр. Шарт! çупать те сĕм ярать (арăм), çиппи пулать ут хĕлĕх пек. || Подр. пощечине. Орау. Шарт тутарам (пощечина). Ib. Питĕнчен шарт! тутарчĕ (рукою или книгой). Шорк. Çав çын, ниме юрăхсăрскер, урама тухсассăн кама кирлĕ ăна шарт та шарт çопатчĕ. || А.-п. й. 30. Шарт! шарт! тутарса çапаççĕ (качакасем), кашни çапмассерен мăйракисенчен хĕлхем сирпĕнет. || Подр. щелканию зубами. Ачач. 69. Шăлсем шарт-шарт-шарт шартлатаççĕ (зуб на зуб не попадает). Баран. 41. Шăлне шарт-шарт шаккать (волк). || Подр. ломанию кости, дерева. Сред. Юм. Ори шартах турĕ, теççĕ, (Так говорят, когда преламывается кость голени). Ib. Пысăк патакпа та çапмарăм: ори шартах хуçăлнă. N. Шарт — перелом нетолстой вещи. Якейк. Торта шарт хуçăлса карĕ. Изамб. Т. Патак шарт! туса хуçăлат. || Ск. и пред. чув. 108. Ванать, шăтать чул тăпри, шарт та шартах çурăлса. N. Шартах (сломал так, что предмет раскололся вдоль — чĕрпекленсе). || Подр. удару волн. Шорк. Хом çыран çомне шарт пырса çапăнать. || Подр. закрыванию. Утăм. Алăка шарт! хупрĕ. Капк. Сасартăк капкăнăм шарт! туса хупăнчĕ. || Буин. Эпĕ тараккан çине пусрăм та, вăл шарт турĕ. N. Пĕр хĕрарăм кĕпесем çапать, шарт-шарт-шарт тутарать. Кан. Чăнах та урт мусăк каласа пырать: шарт! шарт! тăвать. Сала З65. Упăте тилле тытат та хӳринчен, юпа çумне шарт тутарса, çĕклесе çапать. || N. Шарт! — звук пистона. || Подр. чирканью спичкой о стену. || Абыз. Шарт-шарт çиппи, сентел çиппи шартлатать. Рак. Урлă шарт, пирлĕ шарт, каспичне (так!) тимĕр шарт. (Загадка. Чӳрече хушахи). || Очень, весьма, совсем, сильно. Альш. Хĕрсем сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Пазух. 10. Леш айккине юр çунă та, леш айккине юр çунă, и юр çунă, ку аяккине мĕн пулнă. Хĕрсем сире мĕн пулнă та, хĕрсем сире мĕн пулнă, и мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. Янтик. Б. Кĕçĕр хĕрсене мĕн пулнă, шăлĕсене шарт çыртнă. Синьял. Тантăш, сире мĕн пулнă, шăлусене шарт çыртнă. Альш. Патшасем, сире мĕн пулнă, шăлăрсене шарт çыртнă. N. Шарт вилмелли çĕрте мар. (Из письма с фронта). СТИК. Шарт тухаймасăр пĕтет вара. Ну уж не может скоро выйти. Алших. Шăнкăр уяр, шарт сивĕ, Хусан хули янăрат. N. Ялта ырă çын нуммай тесе, шарт тăванăра юта ан кăларăр. || Как раз. Демидов. Пăхаççĕ, тет, чăнахах уха вĕçĕ çерçие шарт куç шăрçинченех ленкнĕ, тет.

шартлат

производить очень сильный треск (трещать, хлопать, щелкать, шаркать). КВИ. Пĕтĕм çĕре кисретсе аçа шартлатса ярать. || ГТТ. Вут шартлатса çунсан, хăна килет, тет. Ib. Вут шартлатса çунсан, хăш чухне кăварне ывăтать. Когда дрова горят с треском, иногда отлетают горящие угли (но это бывает редко). Сала 249°. Пӳрт шартлатсан та ырлăха мар, пĕр-пĕр сиен пулать, теççĕ. Якейк. Хĕлле пит сивĕ чохне пӳрт пĕренисем шартлатса çорăлаççĕ. Альш. Шартлатса çурăлать вăл (камень) апла хурсан. Баран. 200. Тупăсем, пăшалсем шартлатнипе çĕр чĕтĕренĕ. Юрк. Çумăрсем иртсен, сасартăках тата пĕр-ик-виç куна шартлатса шăнтса хурат. Ib. Тыра вырнă чухне хăмăл шартлатсан, çумăр пулать. Чув. прим. о пог. 93. Тырă вырнă чух хăмăл сиксе шартлатсассăн, çăмăр пулать. Когда жнут хлеб, если жниво, ломаясь, трещит, будет дождь. Пазух. 96. Чĕн тилхепе шартлатрĕ, хура лаша хартлатрĕ. Сĕт-к. Чĕн тилкепе шартлатать, хора лаша хортлатать. N. Пирĕн урха урисемне шартлатса пуç таять. || В перен. знач. Н. Лебеж. Çиччĕр, çиччĕр арăмсем, хырăмĕсем шартлатчăр.

шартлаттар

понуд. ф. от шартлат; хлопать, щелкать, хлестать (бичом, кнутом). N. Мархва алăкне шартлаттарса хупнă та, нимĕн каламасăрах кĕрсе кайнă. Ст. Чен. Шартлаттарса хупнă = хыта сасă: шарт! тутарттарнă. Чĕлкаш. 12. Алă пӳрнисене вăл темĕншĕн шартлаттарнă. КС. Кашкăр шăлне шартлаттарса ларать. Ib. Вăл шăлне кашкăр пек (гневно) шартлаттарать. Б. Яныши. Пĕр ачи мана хырăмран вăрăм пушăпа шартлаттарса та ярчĕ. Сред. Юм. Чăпăркка шартлаттарсан, таçта çитиччин çорса каять. Ib. Кĕтӳ чăпăрккине шартлаттарсан, кайран та чăпăркка сасси çырмасенче илтĕнсен: çорса кайрĕ, теççĕ. || Шаркнуть. Чĕлкаш. 46. Пăшалпа та шартлаттарма ӳркенмĕç. Пожалуй, и из ружья шаркнут. || Пинать, лягать. ЧС. Шартлаттарса тапса яратчĕ. N. Шартлаттарса тапса ячĕ. КС. Лаша урипе шартлаттарса ячĕ. Шорк. Ан пыр лаша котне, пĕрре шартлаттарса ярсан. А.-п. й. 52. Кашкăра пĕрех шартлаттарса тапса ярать (кĕсре). Ib. 70. Хура ĕне пуян арăмне пĕрех шартлаттарса тапса ярать. Чиганары. Качака чопса пырчĕ те, шăлĕнчен шартлаттарса ярчĕ те, кашкăр çавăнтах йăваланса карĕ, тет. || Баран. 49. Сасартăк çиçĕм çап-çутă çиçсе, шартлаттарса аçа çапнă. || А.-п. й. 30. Тытăнчĕç хайхисем хире-хирĕç мăйракисемпе шартлаттарса вут чĕртмешкĕн. || N. Малтан пĕр урине шартлаттарса хуçса илет, кайран тепĕр урине те. || В переносн. знач. Кан. Хут хыççăн хут, приккас хыççăн приккас шартлаттарать (издает приказ за приказом). Ib. Татах пуять те, Çĕпĕре тухса шартлаттарма хатĕрленет (готовится отправиться в Сибирь).

шаршан

(шаржан), поленница дров, двырковые дрова, сложенные в поленницу. Тюрл. Н. Карм. Шаршан касса купаланă вутă. N. Шаршан вутти — татса купаланă вутă. СПВВ. Шаршан вутти нумай тесе, турпасăра кăларса ан тăкăр. Байгул. Кăтик-кăтик шур чăхă, пĕр çăмартине тăвасшăн шаршан тăрăх кускалать. ЧП. Ула кушак, шур кушак, шаршан айĕнче йăви пур. N. Çуркунне пăр каснă шурă шаршан Шурă Атăл çине сулă пултăр. || N. Шаршан, сажень дров. N. Миçе шаршан? Сред. Юм. Пилĕк шаршан вăтран пĕр пĕтирик (пятерик) полать.

шатлаттар

понуд. ф. от шатлат; стучать, щелкать, хлопать (напр., дверью). Кан. Çынсем пĕр алăкран тухса тепĕр алăка шатлаттарса кĕрсе çӳреççĕ. N. Алăка шатлаттарса хупса хăварчĕ. ТХКА. 103. Кашкăрсем шăла шатлаттарса улаççĕ. Ib. 64. Пĕринче темле тискер кайăксем шăлĕсене шатлаттарса улаççĕ çав. Ск. и пред. чув. 34. Тепĕре ури тупанне, пĕççи айĕн çаптарса, шатлаттарса илет те... || Палить (из ружья). Шурут-Нурăс. Янгилъд. Микита часрах пăшала авăрларĕ те, тукмака тĕллесе каллах шатлаттарчĕ. || Шагать. Кан. Урăх нимĕн те шарламарĕ, таçталла шатлаттарчĕ.

шатăртат

(-дат), трещать. N. Вутă шатăртатса çунать. Дрова в печке горят с треском. Орау. Кăмака шатăртатса çуннă майĕпе çывăрса карăм. Сл. Кузьм. 13З. Вут тухрĕ! тесе кăшкăраççĕ. Типсе тăнă улăм шатăртата пуçлать. Альш. Улăм ури шатăртатса çунать. А.-п. й. 45. Пĕтĕм улăм шатăртатса çунма тапратать. Ib. Улăм мĕн чухлĕ шатăртатнăçемĕн кашкăрĕ шаларах чыхăнса кĕрет. Чем больше солома трещит, тем глубже волк в солому лезет. N. Алли те çок, ори те çок, шатăртатса вотти çонать. Хăр. Палля 27. Аякра аслати сасси шатăртатни илтĕнет. N. Ероплан сасси шатăртатать. Хурамал. Çăра вăрмана выльăх кĕрсе кайсан, çапăпа шатăртатса çӳрет. КС. Йăвăç çилпе шатăртатса кайса ӳккĕр. Хора-к. Юман çурăлса шатăртатса карĕ. N. Нассус кĕпçинчен шыв шатăртатса сирпĕтет. N. Пăр шатăртатать. Лед трещит. Букв. 1904. Асту, нумайрах лар; шатăртата пуçласан, тата шаларах чик, унсăрăн пулă тытаймăн. КАХ. Хай сăхмана пуç çинчен сирсе яратăп та, хăлхана йĕке шатăртатнă сасă (звук при вертении веретена) кĕрех кайрĕ. N. Сунар. Çуртра тиркĕ-çăпала шатăртатмасăр пулмасть. КС. Вăл çыннăн шăн-шакки шатăртатать (трещит). Ib. Шывран час тухмасан, шăл шатăртатакан пулать. Чув. прим. о пог. 93. Тырă вырнă чух тырă пит шатăртатса типсе ĕнсе кайсассăн, çав каçах çăмăр пулать. Когда жнут хлеб, если жниво спалится и очень трещит, будет в этот же вечер дождь. Орау. Тырри ытла шатăртатса карĕ, тытма та çук (слишком высох. Говорят, когда жнут хлеб). Сред. Юм. Тыр пит шатăртатса кайнă та (типсе кайнă), тăкăнма хытланать. Ib. Ыраш шатăртата пуçланă (пит вĕрипе тăкăнма та пуçлать). || Хрустеть. Çутт. 17. Пăхать — ыраш пĕрчи хуралнă, çыртса пăхать — шатăртатать. Пухтел. Шатăртатать (хрустит, о подмерзнувшем снеге). Баран. 94. Ура айĕнче юр шатăртатса пырать. || Шуметь. Альш. Çынсем тин тапрана-тапрана тухаççĕ-ха: кăшкăраççĕ, шатăртатаççĕ, пĕр-пĕрне вăратаççĕ.

шатăртаттар

заставить трещать (ломать с треском), производить шум. Орау. Каç килеççĕ те, хăмасене шатăртаттара-шатăртаттара (звук отдираемой доски) хăйпăтса хуçса каяççĕ. ЧС. Каллах анкартне вĕрлĕксем урлă шатăртаттарса кĕрсе кайнă та (вломился), çӳлĕ тытнă вĕрлĕксем урлă сике панă çырманалла. КС. Эп пӳрнесемпе шатăртаттартăм (треск нескольких пальцев). Орау. Ăйăхран вăранса карăм та, кăмака çинче хĕрт-сурт кăнчалине шатăртаттарса арласа ларать. N. Вара кӳлнĕ хĕрсем тата ытларах шатăртаттарса исе каяççĕ (при опахивании). Етрух. Унтан вара яла тавăрнаççĕ те, килĕрен юрласа, шатăртаттарса сĕрене çӳреççĕ. || В деепричастной форме на „са“-крепко да сильно. Бгтр. Вара такмакне хытă шатăртаттарса çыхса хочĕ, тет. Ск. и пред. чув. 58. Малтанах ăна шатăртаттарса, шăнăр татăлас пек, каялла çыхнă. Орау. Кĕпине аллипе шатăртаттарса тытнă та, нимпе те ĕçермеллĕ мар. N. Хăлхинчен шатăртаттарса тытса. || Скрежетать (зубами). А.-п. й. 30. Вут умĕнче хĕртĕнсе ларакан качака такипе сурăх такине курать те вăл, кусене халех çисе яратĕп тесе, шăлĕсене шатăртаттарса пырать. || КС. Çав çын вопăла йăлт пуçĕ-мĕнĕпе шатăртаттарса (с хрустом) çиса ячĕ. N. Шатăртаттар, уминать, уплетать (пищу). Шурăм-п. Сурăхсем çĕнĕ курăка шатăртаттарма (в Ячейк. çатăртаттарма) пуçларĕç. || Орау. Юра-шыва йĕп вĕç пек шĕвĕртсе шăнтать (весенний сильный мороз), çăпатана шатăртаттарать анчах (дерет). || Истребить. N. Хĕлле çак йывĕçсем те юлмĕç-халĕ. Хĕлле шатăртаттараççĕ. || Орау. Çыруне пĕр туххамра шатăртаттарса хучĕ (быстро написал).

шатлама

трескучий (мороз) см. шартлама. N. Шатлама сивĕ пĕчĕккĕнех иртсе каять. О сохр. здор. Шатлама сивĕре мăя тутăр е шарăх çыхас пулать. Кильд. Тăр шатлама сивĕре пĕр наччаслăхра кăшт-кăна çара уранăн тула тухсассăн та тӳсмелле мар шăнса каять.

шатра

(шатра), оспа. Ходар. 1876 çулта пирĕн яла таçтан шатра пырса кĕчĕ. Ib. Вăл вара (т.е. оспа) пĕре яла пырса кĕрсен, кама шатра тухманнине пĕчĕкки-пысăккипех лайăх тĕрĕслет, унтан пĕрине те катăках хăвармасть. СВТ. Халĕх хушшинче шатрапа (чечекпе) чирлекен çын пит нумай. Лайăх касса кăларнă шатра вун çулччен сыхласа усрать. Кан. 1929, № 167. Ачасем пулсан, çийĕнчех шатра кастар. N. Сан шатра тухнĕччĕ-и? N. Эс шатрапа выртни? N. Анне пырса пăхрĕ те каларĕ: сана шатра тухать, курнать, терĕ. N. Мана шатра тухрĕ. N. Ачам, унăн шатра тапса тухнă, тит, пичĕ-куçĕ курăнмасть те, тит. Б. Олг. Хĕллехи (?) тохат этем е шатра, кĕçĕ пек. СВТ. Ачана аллипе шатрисене (оспенные болячки) чĕпĕтсе татасран сыхлах тăрас пулать. || Сыпь. О сохр. здор. Ун пек шатрасем хăш чухне тухмаççĕ. N. Ачасем пĕр май пурăнаççĕ-ха, шатрисем тасалчĕç. Сборн. по мед. 25. Хĕрарăмăн та аллисем çине ĕне çилли çинчи чечек пекех шывлă шатрасем тухаççĕ. Хăр. Палля 37. Шĕвĕн евĕрлĕ пысăк шатра хăпарса тухнине курать. Рак. Лаптак шатра, кăвак тĕплĕ шатра, капан шатра е шĕвĕр шатра — название разных сыпей: хаяр шатри, пасар шатри, вил шатри, кĕлĕ шатри, шăвала шатри, вутлă шатри (так!), хĕрлĕ йытă шатри.| Веснушки. || Особая болезнь у овец (пупырышки, могут и умирать), бывает и у коров. КС. Н. Лебеж. Кирлĕ мар, атте, кирлĕ мар, анне, шатра ертĕри ĕнӳне. || Брань. Н. Карм. Эй, шатра! Пшкрт. Шатра шăлса кайман! Тайба-Т. Шатра çаптăр каччине, эп ӳсиччен кĕтмерĕ. КС. Е, шатра! Так ругают овец. Ib. Чапа, шатра! Так гонят овец с бравью. Ib. Çта шатра патне каять-шин ку! (Говорят только об овцах). || Рябой. Сбор. по мед. Ун чухне шатра мар çын та сахал пулнă. ГФФ. Çампа шатра полнă эпир. Потому (видно) я уродился (таким) рябым. N. Кикирик сар алтан, алтан пĕççи шатра, шатра инке сак çинче. Чураль-к. Автан, автан ури шатра, шатра инке сак çинче, туçлă инке ту çинче. Шорк. Кукку шатра. Абыз. Ишек çулĕ-шатра çул, çул шатрашан каймарăмăр, хĕр шатрашăн кайрăмăр. Ишаковская дорога — шиблястая (корявая); мы ездили туда не из-за шиблястой дороги, а ездили из-за корявой невесты. Тимирзь-к. Синер çулĕ — шатра çул, çул шатришĕн килмерĕмĕр, хĕр шатришĕн килтĕмĕр. Юрк. Атăл ир шăнмасан, пырĕ шатра пулсан, тырă аван пулат. || ЧП. Шатра (курка).

шатрум

то же, что шатрун. Альш. Унтан пĕр шатрум витнĕ çурт умне пырса чарăнтăмăр. Ib. Çурманăн çурт пысăк унăн. Шатрумăн çурринче, пĕр пӳлĕмĕнче, çав уччилни пулнă. || Прозвище мужчины. Альш. Шатрум Елкуш.

шаттăрт

подр. треску. Альш. Ку хĕр пĕр кивĕ хĕресе шаттăрт хуçса илет, тет те...

шахвăрт

выпытывать. См. шаквăр, шаквăрт. СПВВ. НН. Шахвăртса — пĕр-пĕр хыпара, тата вăрттăн япала çинчен калаçнă чухне систермесĕр, юптарса сăмах вăрлани. Мереш-п. Шахвăртса калаçать, говорит складно, красиво и шутливо.

шевле

зарница, отдаленная молния, когда виден ее свет и блеск, а грома не слышно. И. С. Степ. Шевле вылят, зарница. Тюрл. Шевле вылять (= типĕ çиçĕм). Хурамал. Шевле вылять — даже зимою бывает, также и летом, вроде молнии. Сред. Юм. Шевле вылять, тесе, çĕрле йăлтăр-йăлтăр курăнса кайнине калаççĕ. ЧП. Çӳлтеех шевлесем выляççĕ. Собр. Çӳлте шевле вылять, аннеçĕм, кĕрекисем тулли çын вылять. СПВВ. Х. Шевле çӳлте вылять-çке, шерпечĕ çĕре тумлать-çке. Самар. Инчетрен килет çăмăр çуса, хушшисенче шевле выляса. N. Йĕпе шевле çиçет. N. Çеçен хирте шевле вылять. Бур. Çӳлте кăвакарчăн вылят, аялта шевле вылят, пĕр маттур хĕр пăхса тăрат, икĕ куçĕ пĕр вылят. || Луч (солнца). Шел. 162. Хĕвел шевли. Ст. Чек. Хĕвеллĕ кун, куç-кĕски çинчен мачча çине ӳкнĕ хĕвел çутти вылянине курсан, шевле вылят, теççĕ. N. Хĕвел шевли çинче тусансем куранаççĕ (луч солнца, проникший, напр., в шалаш и пр.). N. Хĕвелĕн пĕчĕкçĕ шевли пакша хӳри пек вĕлтĕртетнине курчĕç. Тайба-Т. Шурă Атăл хĕрринче шевле вылят, ăмарт-кайăк ларнă хăвана. Шел. 75. Ватти-вĕтти-мĕнĕпех шевле пекех выляççĕ. Ib. 12З. Хăш енелле пăхсан та, пĕр май шевле выляççĕ, ăçта пăхнă, вăл тĕлте кĕнекесем вулаççĕ. Сам. 55. Тарăн улăх тĕпĕпе çутă шевле шăвăнать. || Призрак. Ст. Чек. Эп шевле куртăм. Я видел призрак (привидение).

шекки

невыясн. сл. А. П. Прокоп. Шекки тăрăх çӳрерĕм, çӳрерĕм, пĕр ырă хĕр курмарăм, курмарăм.

шел

жаль, жалко. Изамб. Т. Чăнах-и? Шел мĕскĕне. СТИК. Шел шеремете, тĕсĕ мĕскĕне! Жалко его, так и надо ему. (Говорят плаксе). Епле шел пулас çук. ЧС. Ун çине пăхма та шелччĕ (жалко). N. Хĕр-ипăраç — шел ача, пĕр кайсассăн килме халĕ çук. Ст. Шаймурз. Савни савнине илет, пирĕн савни шел юлать. Ib. Икĕ савнă тусăм тан ӳсет, пĕрнеех те кайсан пĕри шел юлать. Янтик. Б. Пирĕн хыçра кӳл кăна, хур-кăвакал хăй кăна, кăвакал-хурĕ юлчĕ, пирĕн савни шел юлчĕ. Образцы 54. Çыхма пурçăн явлăксем шелтерех, пăхсан атте-анне тата шел пек. Пазух. ЗЗ. Сарă кăна утçăм, сар çилхеçĕм, ылттăн ука шел мар та çитлеме. Ай-хай, тăванăмсем, ай чунăмсем, сирĕн пек ыр çынсем те умĕнче чĕлхе-çăвар шел мар та юрлама. Юрк. Çухалин, тепĕр енчен, темĕн питех шелех мар-халĕ. Чăв. й. пур. 18°. Ăна пыл шел пулман, ăлава каясси хĕн пулнă. Ал. цв. 11. Пуян, чаплă, пурне те пултаракан хуçана шел мар-тăр-ха ку, тесе, татса илтĕм ăна. Ау 251°. Чӳречĕрсем çинче икĕ кĕмĕл çĕрĕ, пĕрне илсен пĕри шел юлать.

шеллӳ

жалость. Юрк. Лаша тенĕ выльăха пĕр те шеллӳ-мĕнĕ çук. Ib. Ыйтсан хăй татăкне çынна паратчĕ, шеллӳ-мĕнĕ, мĕскĕнĕн, çукчĕ.

шенкер

голубой цвет. См. сенкер. СПВВ. ТМ. Шенкер — хушка кăвак тĕс. Имен. Шенкер утмăл-турат çеçки. Нюш-к. Шенкер тĕслĕ курăнать кăвакки. Пазух. 10. Эп ярăттăм ярапа, шенкер тĕслĕ шăрçа çук. Бат. Эпĕ тиртĕм ал çыххи шенкер тĕслĕ шăрçаран. Бугульм. Мамăках та минтер чуклă питлĕ, пĕр шенкер çукран илем çук. Кан. Епле çирĕп сăнлă, çамрăк пек шенкер, епле унăн куçĕ тарăн та тискер. Торх. (Шумерл. р.). Çуркунне вĕлле тĕпĕ нӳрелет, çампа çтена çумăнчи пичетленĕ карассенчен пылсам йӳçĕхсе юхма тапратаççĕ. Вĕлле тĕпне юхса сарăлсан, хуртсем те çӳлте пичетсене çима уçса тăкаççĕ. Çав тăкаксем айĕнче шур хуртсем пулаççĕ. Пыл юхнине шенкер юхать, теççĕ (мед скисает). || Медный купорос. СПВВ. ТМ. Шенкер — симĕс тĕслĕ япала.

шеппĕн

то же, что шепĕн. Баран. 127. Хăвалама (преследовать) тапратсан, тилĕ шеппĕнех малтан тĕл пулнă шăтăкне кĕрсе каять. СТИК. Ларнă шеппĕнех çыра та пуçларĕ. Ib. Кĕнĕ шеппĕнех çапса пăрахрĕ. Как только тот вошел, так и ударил. || N. Пĕр шеппĕн пулакан ĕç-хĕл.

шерепелентер

понуд. ф. от шерепелен. Шел. П. 62. Тăваткăл çаврака тутрисене, икĕ енĕпе те çара пурçăнпа, темиçе тĕслĕ тĕрĕпе тĕрлесе, кĕççĕ пек хулăнлантарса, çӳçелентерсе, шерепелентерсе, шурă пир çинче пĕр шурă çип те курăнмалла мар тунă.

шет

может быть, возможно, авось, наверное, вероятно, пожалуй. См. тен. N. Шет = тен. Трхбл. Шет, тата пĕрер сехет çывăрнă пулăттăм. Юрк. Ярăмах та ярăм тăм шăрçа, шет мерченех тесе ыйтаççĕ. Баран. 88. Тăман та чарăнĕ шет, пĕлĕт те уçăлĕччĕ. Альш. Атте-анне пахилĕ халь çитсессĕн, шет пулмăпăр-ши эпир те кил пуçĕ. N. Ир те, каç та турра, ай, кĕл тусан, шет памĕ-ши пире пĕр тура. Образцы. 58. Çӳренĕ те çулсем такăр пулсан, шет çӳресе пулмĕ-ши çулсене. Калаçнă та сăмахсем вырăнлă пулсан, шет калаçса пулмĕ-ши сăмахсене. Бугульм. Шет йывăр пуль çул пуç пуласси... Лашм. Çамрăк пуççăн вата, ай, юлсассăн, шет йăвăр пуль çурт пуçă тытасси. Ib. Кӳршĕ хĕрĕ пит хитре, пире илме юрамасть; пире илме юрасассăн, шет каймăттăм ют яла. Бугульм. Пӳрт хыçĕнче шур хурăн, хăйлăх тума юрамасть, хăйлăх тума юрасан, шет каймăттăм вăрмана. || Часто соединяется с вопросительными частицами. Ст. Чек. Шет çук та пуль-ха? СПВВ. Шет кансĕр-тăр апла? Ib. Шет эп каланине турăн-ам? Что, брат, небось, по-моему сделал! (т. е. пришлось же тебе последовать моему совету). С. Дув. Чӳречĕрсем çинче урташ йывăç, шет авăнмĕ тесе пĕлетрĕм? ЧП. Алăкăр умĕнче çут кӳлĕ, шет кăвакал чăмĕ, тесе пĕлетрĕм? || Очень. N. Шет = пит. N. Кӳммешĕнче кулянса Унерпи шет кӳлĕшет. СТИК. Шет хытă тиврĕ! || Постоянно. N. Шет = шав. N. Икĕ тарçă, Силемпи, шет чупаççĕ юмăçа. || N. Шет = шăлт. N. Пирĕн вăйя куракан шет тăкăнать куççулли.

шетник

кадка. N. Шыв кӳме е пичке, витре, шетник таврашĕсем сахал пулсан, чӳлмексемпе, хурансемпе, пураксемпе кӳрес пулать. О сохр. здор. 74. Шыв пит пăтранчăках пулмасассăн, ăна шетнике (каткана) тултарса лартас пулать. N. Унтан тенкелсем тата пĕр шетник шыв илсе килчĕç. Изамб. Т. Купăстине тăварлама шетник кирлĕ. || Кадочка, ушат. Баран. 44. Шетнике эрех тултарса ана çине лартар! Юрк. Шетник = касмăк.

шыв

(шыв), вода. НР. Атăл шывне ăсмашкăн çутă витре кирлĕ мар. Чтобы зачерпнуть волжскую воду, светлого ведра не нужно. Хурамал. Шыва ярсан, кĕмĕл ирĕлмĕ. Если пустить в воду серебро, не растворится. Ib. Шанкарчă чĕппи шыв ĕçнĕ чух хура пуллăн мĕн ĕç пур. Когда молодой скворец пьет воду, какое до этого дело рыбе? Шурăм-п. Урапа çине шыв пички лартса чуптарать. О сохр. здор. 68. Шыв тĕрлĕ пулать вăл. Ib. 71. Шыва таса тăратас пулсассăн, унта тислĕк, çӳпĕ-çапă, вилĕсем такасран чарас пулать. Ib. 69. Шывран тислĕк шăрши, кӳкĕрт шăрши, çĕрнĕ шăршă кĕрет пулсан, вăл шыв аван мар пулать. Чутеево. Шыв чечеке ларнă. Орау. Шывне виçĕ хутчен те улаштарса чӳхерĕм-çке, çапах та тасалман. Альш. Шыв çинче пĕлĕт курăнат (отражение неба). ГФФ. Калтăр-кăлтăр кăвакарчăнне, кăвакарчăнне, вăл шыв çине лармасăр, лармасăр, эпĕр çона çинчен анас çок. Пока голубь-воркун не сядет на воду, мы с саней не слезем. Трхбл. Чей куркинчи шыв çине виçĕ кашăк эрек ятăм. N. Пилĕк таран шыв çине пултăмăр. N. Пура çине шыв каять. КС. Унтан аялаллине шыв илет. То, что лежит пониже его, заливается водой. Капк. Юр ирĕлнипе кӳлленчĕк пулнă. Кĕрсе кайсан калушна шыв илĕ. А.-п. й. 74. Вершник çине улăхма тăрсанах, Ваçлей такăнчĕ-ӳкрĕ те, салатне веçех шыва тăкса ячĕ. Когда он ступил на плотину, споткнулся и упал. Пуловка с солодом покатилась в воду. Ib. 74. Ваçлей нимĕн тума аптранипе пĕр патак илчĕ те шыва пăтратма пуçларĕ. Василий не знал, что ему делать. Затем взял палку и стал помешивать воду с солодом. Ib. 74. Аха, шыв сăра пекех пулчĕ иккен-ха. Ого, вода густеет, как пиво. Сред. Юм. Шывва чăм, нырни в воду. Ib. Шыв ĕçе-тăркача ман паян саççим хырăм кӳпсе кайрĕ. Орау. Ĕçес килсех ĕçетни эс вăл шыва? Сред. Юм. Шывву полин ĕç ху çав таса марскере. Орау. Шыва выç-варла ĕçсен, чĕрене çиять. ТХКА 108. Шыв ĕçсен, йысна шыв хĕрне чăркуçланса ларчĕ те, курăк татса илсе: эпĕр ĕçмен, вырăспа майра ĕçнĕ, тесе, шыва пĕр курăк пăрахрĕ. Альш. Шыв уланă — çын шыва кайса вилессе, çын чĕрене илессе. ГТТ. Шыв чакнă, шыв ӳснĕ, шыв тапраннă, теççĕ. КВИ. Пирĕн çырман шывĕ чакнă. Орау. Çул айяккисене шыв туха пуçланă. Ib. Çул аяккисенче шыв кӳленсе тăра пуçларĕ. N. Иртнĕ çул çуркунне Атăла шыв питĕ тулчĕ. Хурамал. Кăçал çурхи шыв пит шеп юхрĕ. ГФФ. Çорхи те шывпа йохса та кайнă полсассăн... Кабы я уплыл с вешней водой. Хурамал. Сиксе-сиксе шыв юхсан, çыранĕсем епле тусет-ши? Когда волнуясь течет вода, как это только выносят ее берега! Тайба-Т. Шыв çисе пынипе çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айне пулнă. Когда берег от размывания водой обрушился, то столб очутился под водой. Абыз. Сарай айăнь шыв юхать. Под сараем протекает вода. Ст. Чек. Шывĕ юха пырат, пăрĕ шăна пырат. (Пир тĕртни). N. Шыв пит вăйлă карĕ. N. Çуркунне шыв кайсан... Красн. Горка. Пĕчикçĕ ачасем тимĕр кĕреçемпеле шывсене (воду в разных местах) пĕвесе çӳреççĕ. N. Шыв иртсен... Альш. Этремел хушшинче çуркунне пĕтĕмпе шыв юхать. Шыв, иртсе кайсан, унта питĕ аван курăк персе тухать. N. Кайран, шывсем юхса пĕтсен, пĕтĕм уйсам, çарансем, вăрмансам симĕсленме пуçлаççĕ. Ау 389°. Шыв ӳкмесĕр çырне ан хыпала. N. Шыв йăрлатса юхать, тонкою струей. ГФФ. Шăнкăр-шăнкăр шыв йохать хомăшпа хăях хошшипе. Вода бежит и журчит меж осоки и камыша. Юрк. Анатра арман авăрат, шыв сассипе чулĕ çаврăнат. Собр. Çын вилли вăл пит шывшăн çунать (жаждет), тет. Ала 14°. Тепĕр кайăкĕ калать: эпĕ те çавă патша çинчех шывсăр типĕтсе усратăп, тет. Кн. для чт. I, 15. Шывсем типнипе çынсем шывсăр виле пуçланă. Букв. 1886. Вара шыв шыран. Юрк. Ирĕксĕр çын пуссине шывшăн çӳрес пулат. Макка 30°. Арма (= арăма) шыва кăларнă. Жену за водой послал. Артюшк. Çав шыв хĕррине пĕр хĕр шыв илме аннă. N. Мăшăрпа шыва антăм та, хăрахпа ăсса хăпартăм — çурри тесе ан калăр. Хурамал. Çинче пилĕк йилене тăхăнсассăн, кĕвентелесе шыва каяс çук. Если надевешь бешмет с тонкою талией, то не пойдешь с коромыслом за водой. Ромс. 29. Амăшĕ шыв патне тухса кайнă. Ib. Шыв панчен килсен, люшкисене йăпăр-япăр уçса пăрахнă. Кан. Икĕ хĕрарăм тĕл пулчĕç. Пĕри шыв кӳме каять, тепĕри шыв кӳрсе тавăрăнать. Н. Седяк. Кĕлетрен тухсан, çĕнĕ çынна яшка пĕçерттереççĕ, шыва яраççĕ (за водой). Ала 67. Тата çĕнĕ çыннăн упăшки хапха умне тухса тăрать шывран таврăннă çĕре. N. Шывран килтĕм. Ходил за водой. Изамб. Т. Лаша урине шыв ансан, лашана шывра тăратаççĕ. Сред. Юм. Лаша ôрине шыв аннă (опоили). Ib. Лашава шыв антарнă (опоили). Ib. Лашана шыв лектернĕ (опоили). Ау 8°. Лаша калать: çĕртен каяр-и, çӳлтен каяр-и, шывран каяс-и, тесе каларĕ, тет. Трхбл. Ку чечексене шыва лартас пулать. Ib. Чечексем шывра пĕр эрне ларса та шанман. Орау. Пирĕн сӳс-кантăр шыврах выртать-ха кăçал халчченех. Кан. Ытла та ӳсĕмсĕр ĕç вĕт вăл: кантăр пусине тат, типĕтсе çап, шыва хут. Янш.-Норв. Çын шывра ишнĕ чухне аллисемпе яра-яра ишет (перебирает). N. Вакран шыва янă. N. Утăсем, пĕтĕм тырă пулă — пурте шыв айне юлса çĕрсе пĕтнĕ. N. Кимĕ туса шыва янă (пустили в воду). Зап. ВНО. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан курăнмĕ. (çу). Ib. Шыва ярсан путмĕ, çĕре хурсан çĕрмĕ. (Кăмрăк). Т. Григорьева. Шывăн турат çук, вутăн алли çук, теççĕ. N. Шывран таса пулма çӳретĕн. Нюш-к. Шыва хирĕç çил вĕрсен, çăмăр пулать, теççĕ. С. Тим. Шур Атăлта пулă ишет-çке, çунаттине шыва хумасăр. N. Эпĕ çитнĕ çĕре теплушкана (помещение для сторожей при пожарной машине) шыв тунă: шăпăр-шапăр тăвать (течение струи) шалта çĕр урайĕнче. Орау. Тăнсам! пĕтĕм пӳрте шыва янă! Болваны! всю избу залили водой (дети). N. Нассус пырши шăтсан, шăтăкран шыв шаркаса чуптарат. Кĕпçене çĕре пăрахсассăн, шыв шарлатса чупат. Сред. Юм. Пĕчик çӳхе чôла шыв çинелле вирлĕ аялтан утса ярсан, çав чôл чалт! чалт! тутарса шыв ĕçсе каять. КС. Шывпа пĕрĕхтереççĕ (прыскание). Никитин. Хурсем каçпа ларакан вырăна тараса чакалас пулать; унта шыв час тухать. Хурсем шыв пур вырăна анчах çĕр каçма лараççĕ. || СТИК. Айлăм çĕрти купăстана шыв сапма юрамаст — шыва ларат. Купаста шыва ларсан, вăл начарланса юлат. Шыва ларнă çаранти курăк та сайраланса юлат. Магн. М. 59. Шыва лар. || Альш. Сăмаха шыв пек юхтарат. Ст. Яха-к. Çак кĕлле ăстарик шыв епле юхать (плавно), çавăн пек пĕр такăнмасăр хăвăрт каласа тухать. ТХКА 13. Пирĕн Ваçук кĕнекесене шыв пек юхтарса вулать, картинсем тума вĕренсе кайнă. N. Утни-юртни сисĕнмест, шыв пек юхать, çил пек вĕçет (урхамах). Чăв. й. пур. 10°. Çапла тусан вара лашисем шыв пек кайнă. Сред. Юм. Посса кайса пăхса çӳрерĕм те эп, ôрпасĕм шыв пик йôхса лараççĕ вит (хороший урожай). Альш. Ачанăн варвиттне кайнă, шыв пек юхтарат. || N. Ăна пĕр кашăк шывпа ĕçсе ярăн (говорят про красивую девицу). || Кан. Пĕр 10 пин тенкĕ шывпа юхрĕ. Шурăм-п. Çулла хăйă хăшĕ пĕртте çутмаççĕ: укçана шыва пăрахмастпăр, теççĕ. Ib. Вĕсем ĕмĕрне те хăйсен юлташне шыва пăрахса хăварас çук (не оставляют без помощи). Орау. Çын хăйне хăй шыва пăрахмасть (не топит сам себя). Капк. Хамăр хурăнташа шыва ярас çук вĕт, терĕм (не выдам, не предам). || Букв. 1908. Маруçăн улма çиесси килнипе çăварĕнчен шыв килнĕ. Сред. Юм. Çинине корсан, çăвартан шыв килет. || Чăв. й. пур. 5. Хăйĕн сăмсинчен тапак туртнипе сап-сарă шыв юхса çӳрет. || Буин. Шывпа пĕрлех килчĕ. Ребенок вышел из утробы матери вместе с водами. N. Малтан шыв кайрĕ (перед родами), ача типпе юлчĕ. Ача умĕ килчĕ, ачи çуралчĕ. || Сок. Шурăм-п. Карта патĕнче хурăнсем те пур. Çуркунне вĕсен шывне ĕçме юрать. || Сыворотка. Изамб. Т. || Пот. Альш. Икĕех те шурă та халь ут юртат, тилкеписем тăрăх та шыв юхат. Ала 63°. И, хир-хир урлă килтĕмĕр, çĕлен пек ута шыв турăмăр. N. Лашисем пĕтĕмпе шыва ӳкеççĕ, ачисем çапах çӳреççĕ. Мусир. Хура шатра Иваншăн хура шыва ӳкрĕмĕр (сильно вспотели). N. Тарласа шыва ӳкнĕ. || Слезы. Альш. Çакăях та тăвансем асма (= асăма) килсен, икĕ хура куçăмран шыв юхат. Собр. Куçран куçа пăхсассăн, икĕ куçран шыв килет. || Дождь. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв çăват, чӳрече витĕр курăнать. (Хĕр йĕри). || Река. ГФФ. Кăвакал ишет шыв тăрăх. Утка плывет по реке. Хурамал. Хурĕ каланă: „Ну эпĕ çурт лартап-и? Эпĕ аслă шывра та хĕл каçăп“,— тенĕ. Ib. Аслă шыва кĕтĕм ăшăк тесе, ĕнчĕ куçлă çĕрĕ пур тесе; ĕнчĕ куçлă çĕрĕ шыв çути, эпир атте-аннен куç çути. Вошел я в большую реку, думал, что мелко, думаль что есть там перстень с жемчужным камешком. Перстень с жемчужным камешком — свет реки, и мы у отца и матери — свет очей. ЧП. Пирĕн пӳрт аяккипе мăн шыв юхат. Тораево. Ĕçтерсе ӳсĕртсе пичĕкешне хупса икĕ пуçне питĕрсе мăн шыва кайса ячĕç, тет. Янорс. Вара эпир Атăл хĕрне çитрĕмĕр, кунта эп Атăл шывне куртăм. Хурамал. Ăлăхрăмах çӳлĕ тусем çине, антăм-ĕçке Самар шывĕ çине. Поднялся я на высокие горы и спустился на реку Самарку. Альш. Самар шывĕ юхат вирелле, сар хăмăшсем тайлаççĕ шывалла. Эпир çур. çĕршыв. 24. Шăматран иртсессĕн çул Вылă шывĕ урлă каçать те, уй тӳпинелле каять. Сюгал-Яуш. Пĕр çын шывра луткăпа пулă тытса çӳрет, тет. N. Вăл шыва пĕрте шăнма памаççĕ, мĕншĕн тесен вăл кермансене килме питĕ чарса тăрать, вăл шыва пĕрмаях тупăпа персе ватса тăраççĕ. Çулла çав шыв патне çитеччен пĕрмаях çĕмĕрсе килчĕ. Баран. 119. Çăва тухсан, пысăк шывсемех ăшăкланса юлаççĕ. С. Айб. Шыв урлă каçаракан сан патна пырса шыв урлă каçарнăшăн санăн аллуна ыйтĕ. Альш. Пилĕк пĕрчĕ хăмăшпа çул килтĕм, виçĕ пĕрчĕ хăмăшпа шыв каçрăм, каçсан та урам йĕпенет, каçмасан тăванăм ӳпкелет. N. Хура шывсем юхат вирелле. || Назв. божества. N. Вăл мĕн калать хăй патне пыракансене: эсĕ çава çырмари шывпа питне çунă та, çанти шыв тытнă, тет. Бгтр. Кĕрĕк ăçта çул çинче шыв ĕçсессĕн, çав шыв ан тыттăр, тесе: эпĕ ĕçмен, пĕр вырăспа пĕр майра ĕçнĕ, тесе, шыв çине кирек мĕн сапса хăварнă. N. Тата шыва çав хурантанах чӳклеççĕ. С. Алг. Шыва мимĕр (толокно).

шыва кай

сходить за водой. Хурамал. Шыва кайнă, пошел за водой. Ачач 12. Пĕр çĕклем шыва кайса килчĕ. N. Пĕре çак кĕçнине шыва кайма хушаççĕ, тет. Т. VI, 4. Шыва кайнă йĕркепе кĕл тумалли. || Упасть в воду. Хурамал. Шыва кайнă, упал в воду. СЧЧ. Вăл пулла çӳренĕ чухне (когда ловил рыбу) кĕркунне шыва кайса шăнса чирлерĕ. || Утонуть. N. Пĕри Атăл çинче шыва кайнă (утонул). N. Арман пĕвине шыва кайса (путса) вилнĕ. ЧС. Манăн юлташ шыва кайса вилни. Янш.-Норв. Шыва кайса вилнĕ çын, утопленник. || Заливаться водой, затопляться водой. КС. Вăл улăхсам çулсерен шыва каяççĕ, заливаются водой. Хурамал. Тырă шыва кайнă. Хлеб затопило водой. Альш. Кив-Çуртпа Лачака хутлăхĕ çуркунне пĕтĕмпе шыва каят. Ib. Çуркунне Сĕве тапипе Елшел çурри пĕтĕмпе шыва каят.

шыва кĕр

купаться. Ст. Чек. Эс шыва кĕме карăн-а? Ты ходил купаться? N. Енĕше шыва кĕме карăм. N. Шыва кĕме кӳлле айта! N. Атăл хĕрне шыва кĕме карăмăр. N. Шыва кĕнĕ чухне эпĕ малтан ăшăкрах çĕрте кĕтĕм. Орау. Шыва кĕреттĕм те кашни кунах, халь шыва кĕмелли кĕперне шыв юхтарса кайнă. Ib. Халь шыва кĕрекен те пулĕ. Вероятно, сейчас некоторые еще и купаются (осенью, напр.). НИП. Манăн Пăлакаппа (= Пăлаки аппа) ватăличченех мунча кĕнĕ чухне вакă хĕрне анса Сивĕ шывпа шыва керетчĕ; вакран шыв илет те, пуçĕ çинчен ярат. N. Хурсĕм юр çинче шыва кĕнĕ пек тусан, ăшăтать. Чув. пр. о пог. 234. Кăвакал шыва кĕрсен, сивĕтет. Если утка купается,— к холоду. Болезни. Арăмсем калаççĕ: шыва мĕншĕн тиркес; вăл хăй те талăкра çичĕ хут шыва кĕрет, теççĕ. || Окачиваться. Аттик. Мунча пулсан, милĕке çав вĕретнĕ шыв çине чике-чике çапăнаççĕ. Тата вăл шывпа шыва та кĕреççĕ. Изамб. Т. Пĕр икшер-виçшер çапăнсан сивĕ шывпа шывва кĕрсе тухаççĕ те, пăлтăрта сиввĕ çĕрте тумланаççĕ. СЧУШ. Тĕлĕкре таса шушпе шыва кĕрсен, тасамар çын сывалать, тет. Сред. Юм. Шывва кĕрсе тохни пик полтăм. Говорят, если очень вспотел. || Креститься.

шыв укçи

деньги, которые бросают в воду после похорон. Макка. 188. Унтан ăна пытарсан, шыв укçи тесе пĕр укçа шыва ярса хăвараççĕ (на похоронах).

шыв упи

действуюшее лицо в игре „шыв упилле“. Шыв упилле, назв. игры. Николаев. (Ставр.). Ку вăйя пĕр тарăнах мар шăтăк панче выляççĕ. Ушкăнтан пĕр çынна суйласа илеççĕ те, ăна шăтăка яраççĕ. Вăл шыв упи пулать. Ыттисем шăтăк тавра шăтăкне кĕрсе чупса тухса çӳреççĕ. Шăтăкри çын тытасшăн çӳрет. Вăл шăтăкран тухмасăр пĕрне тытсан хăй тухать, лешĕ ун вырăнне юлать.

шыв кайăк

назв. насекомого, бывает двух видов: 1) крылья мягкие, с длинными ногами, тонкие, длина меньше таракана; 2) на подобие жука, ростом ниже первого, короче, с жесткими крыльями. (Склон.: шыв кайăкне и пр.). Сред. Юм. Шыв кайăк — шыв çинче путмасăр çӳрекен пĕчик кайăк. || Назв. птицы. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв кайăкне куртăм.

шывлă

водный, имеющий воду, влажный. N. Шывлă вырăн, место, где имеется вода. Толст. 113. Анчах унта пирĕн хула çукчĕ, темле вăрмансем курăнаççĕ, икĕ кăвак йĕр çутăлса выртать. Кусем шывлă çырмасем пулнă. Но не было еще нашего города, а какие-то леса и две синие полосы,— это реки. Баран. 91. Ту çинчи шывлă çырма пит аван. N. Вĕсем çапла чупса пынă чух шывлă лупашкана кĕнĕ-ӳкнĕ. БАБ. Пĕр-пĕр шывлă чашка çине (в чашку с водой) тăхлан шăрата-шăрата яраççĕ.

шыври ăстарик

то же, что шыври, водяной. Собр. Сасартăк ун сухалĕнчен пĕр шыври ăстарик çалса тытнă та, яман. (Из сказки. Далее водяной назван просто — шыври).

шыв çулĕ

место, где течет вода на загоне или лугах и оставляет после себя след (дрязг и пр.). КС. || Проток? Ягутли. Ачасем пĕр-пĕринпе пухăнса, шыв çулĕ туса, шыва хытă юхтарса асса çӳреççĕ (напр., весною). Ачач. 88. Урамра, пӳрт çумĕнче, лупас хыçĕнче, тата карташĕнче те унта-кунтах шыв çулĕсем уçа-уçа пачĕ. Хурамал. Шыв-çулĕ пуçлатни?

шыв-шур

общее назв. воды. Атай, Ходар. Турх. Шăнтакан хĕлле иртрĕ-çке, ăшăпа шыв-шур чĕрĕлет. Баран. 116. Кăвакал та, шывра-шурта пурăнакан ытти кайăксем те çыншăн пит усăллă. || Вообще естественные Водовместилища. КС. N. Пурне те çаксене вăл пĕр çĕрĕпе, вăрманĕпе, шыв-шурĕпе ĕмĕрлĕхе панă. || Распутица, половодье. Изамб. Т. Мункун шыв-шурта килет (в распутицу). Нюш-к. Шыв-шур вăхăтĕнче çул çӳреме ан тух (в половодье). Сред. Юм. Çуркунне шыв-шорта ниçта та тохмастăн, лаша путса ларасран хăруш.

шыльăк

назв. свадебного обряда, который совершался в доме невесты (туй — в доме жениха). Якейк. Хĕре качча панă чох хĕре илме туй килсен, хĕр килĕнче шыльăк пулать. НАК. Чăвашсем туй-шыльăк тăвас пулсан, хĕлле тумаççĕ, яланах çимĕкре те ĕç уммĕн тăваççĕ. Шорк. Шыльăк: 1) обряд после свадьбы. Привезли невесту, заперли ее с женихом в амбар. Часа через З—4 после этого собираются только родственники жениха в особо устроенное место (шыльăк) для получения от молодых подарков. Молодая впервые показывается с открытой головой как женщина. Перед получением подарков в честь молодой починают бочку с пивом. По получении подарков начинается пир. В это время главным образом угощает молодая. Вся процедура продолжается часа З—4. Вот все это называется „шыльăк“. || Особое загороженное во дворе место, где устраивалась свадьба у невесты. Ib. Шыльăк — особо устроенное место для стариков во время свадьбы для совершення описанного обряда (шыльăк). Устраивается так: берут три длинные, широкие и толстые доски и кладут на чурбаны так, что с западной стороны остается совершенно открыто вместо двери. Впереди ставится стол, перед столом довольно большое дерево (главным образом, липа), по углам „шыльăк“ также ставятся ветки деревьев. Устраивают обыкновенно в середине двора или под навесом. Сохраняется в течение недели и даже больше. В. Олг. Ташлама шыльăка тортса кӳртрĕ (девицу), пĕр корка сăра парчĕ хĕре. Ib. Эпĕр тоя килсессĕн, вонçич çолхи хĕрĕсем шыльăк хĕрринех килсе тăраччĕ. Начерт. 207. Шыльăк, стол, за который сажаются поезжане, приехавшие за невестою. См. Магн. М. 213.

шыльăк карти

городьба вокруг „шыльăк“. НАК. Кĕрӳ (по приезде в дом невесты) шыльăк карти патне пырса тăрать те (подъезжает), хĕр ашшĕ вăл (т. е. жених) анас çĕре кĕççе сарса пĕр тенкĕ укçа пăрахать.

шырлан

(шырлан), крутой берег, обрыв. СПВВ. БМ. Шырлан = шăйăрлан, яр, кручь. Туперккулёс. 29. Çулла ачасем вылляса чăнкă шырлан урлă пĕр хăма тăрăх каçаççĕ. Нюш-к. Вăл мана пĕр шырлан хĕрне кăтартрĕ. ЧП. Шырлан хĕррипе кай. N. Тата çав мăн çырмари шырлан хĕррипе йăмра лартса тухнă. Ир. сывл. 27. Илсе каять юхтарса (снег) таçти çыран-шырлана. N. Тройккă качака кӳлейсе шырланалла турттарас. N. Шырлансенче сар чечексем тухаççĕ. || Промоина. Абыз. Шырлан = сакăлта. Пшкрт. Шу шырлан туса кайса. Сред. Юм. Çĕрхи шыв анасĕм çинчен веç пĕтĕмпе шырлансĕм туса çôрса пĕтериĕ. || Питушк. Шырлан, канава в один аршни глубины. || Кладбище. Яровой-к. См. Магн. М. 228.

шыç

пухнуть, опухать, нарывать. Моркар. Ирччен, мăйĕ шыçиччен, çисе йолтăр хоть хора. Кан. Нумай пулмасть, пĕр хĕрарам килнĕччĕ пульнитсана пӳрни шыçнипе.

-ши

вопросительная частица, выражающая колебание говорящего, иногда соответствует русской частице „ли“. N. Хăçан ку вăрçăн вĕçĕ полĕ-ши? N. Апаша хăçан çитсе корăп-ши? А.-п. й. 31. Ĕнер пĕр кашкăр тытса çинĕччĕ, паян тепрер упа тытса çисе пулмĕ-ши? — тет кăна хирĕç сурăх таки. Абыз. Атăл çинче алă лаша, çилкисем виттĕр çил вĕрет! Пирĕн çӳçсем пулмĕç-ши? Дик. леб 35. Тĕлĕкре пулчĕ-ши ку, е чăнахах-ши? N. Утсем ырхан, çулсем хура, юртаймĕ-ши çулсене пĕр тикĕс? Ай-хай ĕмĕрсем çамрăк ĕмĕр, иртеймĕ-ши ĕмĕрсем пĕр тикĕс. ЧП. Хура вăрман çинчи хура пĕлĕт юхаймĕ-ши вăрманăн хыçнелле? Эпирех те ĕлĕк выляни-кулни каяймĕ-ши ĕмĕрĕн тăршшĕне. А.-п. й. 61. Çав вăрмана кайса пăхам-ха, йăвăçсем мана ăшăтмĕç-ши? — тет пĕчĕк кайăк, вăрăммăн сывласа илсе. Образцы 68. Пĕтĕ-ши ку нуша манăн, пĕтмĕ-ши? Каймĕ-ши вăл ман ĕмĕре? N. Паранкă-ши? Это картофель что ли? N. Çийĕ пархат, пуçĕ калпак — пирĕн аппа мар-ши çав. А.-п. й. 66. Сан пек ухмах тĕнчере пур-ши? тет. Образцы 111. Хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? N. Ялан çамрăк ăспа çӳресен, ыра çын ачи-пăчи темĕç-ши? Ала 59°. Пилĕкри пиçиххисем салтăнмасть-ши, пирĕн çамрăк ĕмĕрсем иртмест-ши? (Солд. п.). Сала 347. Эпĕ ӳкмĕп-ши тесе хăра пуçларăм, мĕншĕн тесен эпĕ унччен чăнкă çĕртен ярăнман. N. Эсир мана пĕр-икĕ листа хут памăр-ши? Якейк. Эс мана Кăрмăша еçмĕн-ши? (не отвезешь-ли?). Ib. Эс мана Кăрмăша еçимăн-ши? А.-п. й. 37. Мана та алтса памăн-ши? — тет улатакка. Ib. 81. Пăрçа çĕрне сухаласа акмашкăн лаша памăн-ши? — тет. Ib. 73. Хуньăм, пире пĕрер пăт салат памăр-ши? — тет Ваçлей. Он говорит: „Тестюшка, не отпустишь ли нам для праздника пудовку солода? Ib. 57. Сăмса çине хăпарса ларса юрласа кăтартмăн-ши? тет тилли, тата ытларах йăпăлтатса. Ир. сывл. 21. Ах! Ăшшăн-ши, сиввĕн-ши? Альш. Кайсан-кайсан, темиçе çĕр çухрăмах кайсан-ши ĕнтĕ, сахалтарах кайсан-ши, Атăла юхса кĕрет, теççĕ. Шурăм-п. Хĕрне качча панă, тет, виççĕр алă çухрăма. Пĕр-ши çул-ши пурнать, тет, ик-ши çул-ши пурнать, тет, виççĕмĕшĕ çулĕнче курма каяс терĕ, тет. Орау. Пуçĕ (у него) чăнах та ыратать-ши? Но: пуçу (у тебя) чăнах та ыратать-и? СТИК. Час килет-ши ĕнтĕ? Ib. Унтан кайран кирек ăçта та кайма юрать-ши вара? Ib. Çавăнта карĕ-ши ман ачам, те унта мар? || Изамб. Т. Эпир те çапла ӳстернĕ-ши? N. Ужель и мы так растили? Ib. Вăл мана улталарĕ-ши? Неужели он меня обманул? || А.-п. й. Кĕрӳ нуши ăçта-ши? Кĕрӳ нуши ăçта ши?! тесе кăшкăрать. Где же нужда зятя? Где же нужда зятя? — кричит он. Ib. 109. Ман çак качакана ăçта ярас-ши? — тесе ыйтать хуçисенчен. Изамб. Т. Елчĕк çуннă иккен.— Миçе кил çуннă-ши (сколько же дворов сгорело)? Образцы 60. Пĕртте ырапа усала, ай, курмасассăн, епле пулса ӳсет-ши арăн ывăлĕсем. Орау. Ах, тур-тур-тур, камах турĕ-ши капла? Пĕтерчĕ пурнăçа пĕтĕмпех! (Так говорила женщнна, когда горел их дом от поджога). Тим. Тăхăр тиртен кĕрĕк çĕлетекен, унăн сăвăр тирĕ епле ши? Ачаранпа туслă пурăнаканăн, унăн чĕлхи-çăварĕ епле-ши? N. Мĕн-ши ку? Мĕн тумалли-ши ку? Букв. 1900. Çула çырмари шыв ăшă, пусăри (тарасари, çăлри) сивĕ,— мĕншĕн-ши вăл? || Часто соединяется с частицей мĕн. Альш. Тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕ-ши-мĕн ку чăвашсем те? Сред. Юм. Анне парса ячĕ-ши-мĕн кона ман валли? || Часто соединяется с частицей ха. Зап. ВНО. Миçе сехет ши-ха халь? Б. Илгыши. Хулхи каланă (лисице): эпĕ халĕ, йăтăсем карĕç-ши-ха тесе, итлесе выртатăп, тенĕ. Бес. чув. 13. Ку Микулай мĕн тума кун çинчен калаçать-ши-ха? Мĕн кирлĕ ăна?

шиксĕр

бесстрашный, безбоязненный; без страха, безбоязненно. Ст. Чек. Шиксĕр çын, безбоязненный. Ib. Пĕр шиксĕрех çавăнта выртать (не боясь). N. Пĕр шиксĕр (без страха). Н. Карм. Шиксĕр çӳрет = хăрамасăр çӳрет. Баран. 69. Вăл шевĕ пылчăк илет те, пĕр шиксĕр бомба çине пĕшкĕнсе, çунса тăракан чăпăка пылчăкпа хупласа сӳнтерет. Тăв. 42. Хĕрĕх çуллăха улпутран тара илнĕ çĕрне хăпартса сутса услам курса шиксĕр пурăнаççĕ. N. Шиксĕр пурнăç.

шикшĕн

бояться. N. Чăнах та шикшĕнетне çакă эс? Сред. Юм. Мĕн шикшĕнмелли пор онтан. Нечего его бояться. ДФФ. Эпир пĕтĕм çемйипе пĕр сăмах шарламасĕр шикшĕнсе тăраттамăр.

шилĕк

назв. свадебного обряда. См. шильăк. СПВВ. Т. Шилĕке туй чухне хăмаран карта ăш (= карташ) варрине тăваткăл майпе тăваççĕ; ун ăшĕнче ташлаççĕ вара. СПВВ. ТА. Шилĕке ак çапла тăваççĕ: ултă тунката çине пилĕк хăма хурса, алăк вырăнне кăшт кĕмелли хăвараççĕ. ЧС. Пирĕн туй пулас кун ирех хĕр килне икĕ хĕрçум апат тума пулăшма пыраççĕ. Арçынĕсем (= арçыннисем) туй çыннисене ларма шилĕк тăваççĕ. Шилĕке ак çапла тăваççĕ: ултă тунката çине пилĕк сарлака, вăрăм хăма хураççĕ те, шилĕке кĕмелли кăшт вырăн хăвараççĕ. Тĕпеле икĕ кĕтессине икĕ сĕтел лартаççĕ, сĕтелсем çине икĕ пуçламан çăкăр, икĕ витре сăра, тата сĕтелсем варне икĕ кĕççĕ сараççĕ. Çулла пулсан, каччă ларакан сĕтел кĕтессине пĕр чĕрĕ хурăн касса лартаççĕ. Ăна те сулхăншăн, те пĕр-пĕр йăла тăрăх лартаççĕ,— пĕлместĕн. Халĕ ĕнтĕ ăна тумаççĕ. Н. Бурнаши. Шилĕк, сиденье из досок для „туй халăх“. Собр. Пăртак тăрсан кĕрӳшне хĕрин инкĕшĕ нӳхрепе илсе кайса пичке пуçлаттарать. Çав пуçласа илнĕ сăрана кĕрӳшĕ шилĕке илсе пырать. Ib. Туйĕ кĕрсессĕн чи малтан шилĕк тавралла çавăрăнаççĕ, унтан вара сарай патне каяççĕ, кĕрӳш урапи шилĕк умне юлать. Унтан хĕрĕ амăшĕ кĕççе илсе пырса урапа умне сарать те, пĕр тенкĕ укçа хурать. Кĕрӳшĕ вара çав укçа çине сиксе анса укçине илет. Ib. Унтан пӳртрен шилĕке тухаççĕ те, ачи ашшĕпе амăшне пуççапать, ашшĕсем ăна укçа параççĕ. Вара шилĕк патне виçшер лашаллă, икшер лашаллă кӳлнĕ кӳмесене илсе пыраççĕ те, туй халăхсем кӳмесем ăшне кĕрсе лараççĕ. N. Хĕр енчен пынă туй халăхĕсене ăсатас уммĕн яшка çитерсен, карташ варрине тăватă каска пăрахса, вĕсем çине тăватă кĕтеслĕ туса, хăмасем сарса шилĕк тăваççĕ, „пӳлемĕк чӳклеççĕ“. Унăн ăшне пĕр касмăк сăра тултарса лартаççĕ. Унтан тата пĕр сĕтел, сĕтел çине тĕрлĕ çимесем пырса лартаççĕ. Ĕçтереççĕ, çитереççĕ. Çав вăхăтра çĕнĕ çынни пур хурăнташĕсене те асăнса ăсатать: „Кайăк хур каять картипе, йăви юлать пăрăнса“... N. Ирхине тăрсан (у невесты) кил карти варринче виç хăмаран саксем тăваççĕ, çавăн варрине сĕтел лартаççĕ те, сĕтел çине пĕр витре сăра лартаççĕ, тата çăккăр хураççĕ, тата сĕтел умне пĕр йăвăç касса лартаççĕ, ăна вара шилĕк теççĕ. Т. VI, 15. Карташне мĕн шилĕк тума пар. (Чӳклеме).

шилĕк йыхăрни

шилĕк йăхăрни, оповещение о свадьбе. Ст. Чек. Туй тытăнасси ыран тенĕ чухне юналăкпа пĕр арçын ачана кĕрӳлле тумлантарса шилĕк йыхăрма кăлараççĕ. Шилĕк йыхăракан калат: „Ыран Яккутей туй тăват, халăха туя чĕнет. Камăн сарă çук, çăпата çакса пырăр, камăн ача çук, тукмак тытса пырăр... N. Çак пирĕн хăта лайăх кăмăллă иккен: кам туя килменнисене шилĕк йыхăрма (вар. шилĕк йăхăрма) яма (вар. крыльци) умне ылттăн çилхелĕ, кĕмĕл чĕрнелĕ, улма чăпар ут кăкарса хунĕ иккен.

-шин

то же, что -шим, вопросительная частица. ЧС. Пайсăр ман пата пĕр чăваш килчĕ те: пирĕн патра пĕр Хутаçран çичĕ пăт (горох) тухать, терĕ. Чăнахах-шин вăл (правда ли это)? ЧП. Татăлмĕ-шин? Ib. Ӳсĕрĕлмĕпĕр-шин? Ивановка. Мĕн пулчĕ-шин, тесе, питĕ хăрарăм, тет. N. Мĕншĕн эпир макратпăр-шин? Почему, чай, мы плачем? Утар. Вăл çын патшалăха мĕнрен усă тăвать-шин?

шинеллĕ

с шивелью. УЯ. Пĕр çын сарă шинеллĕ.

шиплат

пищать (о цыплятах). hС. Хур чĕппи шиплатать, шип-шип тет. Ib. Такамăн çанта пĕр чĕп шиплатса çӳрет.

шит

расстоянне между концами вытянутых большого и указательного пальцев, считавшееся равным 1/4 аршина; пядь, пядень. Букв. 1900. Аршăнра тăватă шит. Ib. Ăçта кайсан та аршăнра тăватă шит. N. Анкарти курăкĕ тăватă шит ытла пулчĕ. N. Сăр вăрманĕн тăршшине шитпе-шитпе виçмеççĕ; пирĕн колхоз тыррине ывăçпала виçмеççĕ. Изамб. Т. Юр ирĕлсе пĕтсен, çĕр шите яхăн ăшăнсан, акана тухатчĕç. Кан. Хăш-пĕрисем ăна (купăстана) икĕ шитренех лартаççĕ, тата хушшине хăярсем акаççĕ. Çутт. 144. Йăран çине пĕр шитрен лартса тухнă. N. Алăка пĕр шит уçаççĕ (растворяют ва четверть аршина). Скотолеч. 6. Пĕр шит çурăллă хăвăл патак (в 1/2 четверти длиною).

шу

вода. N. Шу = шыв. Шорк. Шу или шăвă („ă“ лабиал.), шуна, шунта; шуйĕ или шăвĕ; шуйĕн, шăвĕн; шуне, шуйĕнче, шăвĕнче, шунче; шуйĕпе, шĕвĕпе, шупе. Панклеи. Шу пор-и, кинеми, ман шу ĕçес килет. В. Олг. Шу патне кайса кил-ха, Михали, шу çок. Н. Роман. Канав тăрăх шу йохать. По канавке вода бежит. ГФФ. Вăльтăр та вăльтăр ус çулчи ылтăн шу çине, ай, ӳкес çок. Трепешущий листок осины не упадет на золотую воду. Регули. 1316. Шувăн торат çок. Ib. 100. Вăл хăрат вăлсам онта шушне (= шу ăшне) ӳкесрен. Ib. 800. Шу çĕклени лайăх мар конта. Ib. 607. Шува кĕмелли вырăна топимарăм. Ib. 608. Вырăн шува кĕмелли топимарăм. Ib. 656. Салтаксам порте шува кĕчĕç. Ib. 427. Шу толса çитрĕ, орăх толмасть. 1105. Эп шупа (типĕпе) килтĕм. Ib. 1487. Шупа та, типĕпе те килĕç. Ib. 1123. Шу айăн (айпе) тохрĕ. N. Он хыçĕнчен кайсан шăва та каяс полĕ. Якейк. Вăл варти çаран кăçал шăва кайнă (= йĕпе парши утă çитĕниман). Сятра: Тăр кăнтарла шоа кĕрнĕ чоня пĕр çăмартапа ик самла татăкки пăрахаччă, шу осалĕ çына шоа тортса кĕртесрен. Когда купаются в полдень, то бросают в воду яйцо и два кусочка салмы, чтобы злой дух воды не утащил в воду. Ib. Çĕнĕ çыня (говорит мышь): „аппин сан шăтăка шу кĕрме хошап“, тет. Вопр. Смолен. Çăмăр шăва хирĕç килсен, час чаранмасть. СЧУШ. Тĕлĕкре шу курсан, йĕпе пулать. Якейк. Кирек ăсти шу патне те хăраса чиркĕве кайнă пак каяççĕ. Çăлкуç панче хытă калаçмаççĕ, колмаççĕ: шу тытать. N. Шу пак калаçать. N. Пура çине шу каймасть-и (не протекает-ли)? || Сок ягоды. Торп-к. Çырла шупе пит çăваççĕ. || Река. Янорс. Унтан кайсан-кайсан, эпĕр пĕр вăрман витĕр тохрăмăр, унтан тата ик шу орлă каçрăмăр. ЙФН. Çитĕнессине çитĕнтĕмĕр, мăн шу çинчи хомăш пак. Регули. 838. Шу тăрăх тăвалла виçĕ кон каяççĕ. Ib. 1121. Шу айĕ чоллă. || Брань. Пшкрт: Шуран токса кисе тен, только мыраку çок!

шу калти

пиявка. Якейк. Шу варĕнчи шу калти, шта шу йохнă, онталла. || Переносно — неусидчивый человек. Якейк. Шу калти тесе пĕр вырăнта ларма пĕлмен çынна калаççĕ.

шуçи хурах

шуçи хорах, разбойники на Волге, впоследствии всякий жулик, мошенник, вор, грабитель стал называться этим словом. Шарбаш. Якейк. Шуçи хорах разбойник. N. Вăл çын шуçи хорахпа пĕрех (он настоящий разбойник). N. Шуçи хорах, отъявленный разбойник. N. Пĕр хĕр патне шуçи хорах ик лашапа каçпа ăна вĕлерме пынă.

шу

двигаться. См. шăв. Календ. 1906. Хамăр пĕр вырăнта тăнă пек, çул çинчи япаласем — маяксем, хăвасем шунă пек. С. Дув. Хĕвел шăвать малалла, уйăх шăвать каялла. Ск. и пред. чув. 18. Уйăх шăвать кулянса кăвак пĕлĕт тăрăшшĕпе. Самар. Çӳлте çăлтăрсемех, ай, миçе-ши? Миçе, пĕрти, пăхсан та шумасть-ши? Ала. 61. Çӳлте кăна çăлтăр та, ай, миçе-ши? Миçе пăхмассерен те шумасть-ши? N. Шăвать-ĕçке шăвать шурă пĕлĕт шур юр çуса кайиччен. ЧП. Шăвать-çке, шăвать-çке кăвак пĕлĕт. N. Пĕр куна яхăн вăл хĕвел-анăç еннелле шуман (не двигалось). Т. VI. Загадки. Лаши туртать, çуни шумасть. (Шыв юхни). N. Çĕрĕн шăван кайăк кĕшĕк. || Подвинуться. Изамб. Т. Пăртак шу, немного подвинься (сидящему). Букв. 1886. Шалалла шу. || Скользить. N. Паян ура шăвать. Сегодня на дворе скользко. N. Кĕпе çунă чох вăл ори шуса шыва ӳккĕр те анса карĕ. Когда ова полоскала белье, поскользнулась, упала в воду и утонула. N. Йĕлтĕр туса пар, терĕм; йĕлтĕр туса пачĕ те, шурăм-карăм пахчана. Зап. ВНО. Йăкăш-йăкăш шумашкăн урай яка пулинччĕ. Чаду-к. Упа пĕр сăртран шуса аннă та, ун патне чупса пурса (= пырса) пуçне пуртăпа касса татрĕç. || Ползать. N. Левонть хырăмпа шăвакан полчĕ. Букв. 1900. Кăшт тăрсан, кĕпер кашти çине выртрăм та, хырăмпа шуса каçса кайрăм. Ала 17. Çак Иван вара çавсене курсассăн, хуллен шуса пынă та, пĕрин кĕпине илсе хăйĕн çумне чикнĕ, тет. Толст. 15. Мачча тăрăх пĕр хăнтăла шуса пыра парать (клоп лез по потолку). Такмак. Утаканĕ утса пырăр, утайманĕ кутпа шуса пырăр. || Исчезать, ускользать незаметно, шмыгнуть. А.-п. й. 96. Сахар часрах тумланса, улпут тумтирне йăтса, хуллен мунчаран тухса шурĕ хăйĕн килнелле. КС. Тухса шурăм. Я удрал. Моркар. Хăранипе пӳртĕнчен хайхи хуçа тох та шу. Сред. Юм. Хăвăртрах тôхса шу эс кôнтан (удирай), аттô патак лекет. N. Çынни укçана часрах илсе чикрĕ, тет те, тухса шурĕ, тет, юлташĕ пăтне (улизнул). Б. Яныши. Эпир часăрах толалла тохса шурăмăр. Букв. 1906. А а-х! апла пулсассăн сывă пулах, йытă туç; сирĕн пек самăр (мăнтăр) ан пулам та, хам ирĕкĕмре хам çӳрем! тесе каларĕ, тет те, шурĕ, тет, кашкăр вăрманалла. Ашшĕ-амăшне. Лешсем пăртак тăрсан-тăрсан, ĕнсисене хыçкаланă та, шунă вара килĕсене (убрались). N. Наччас кĕсьене шуса кĕмелли япала! Моркар. Корать чăваш,— ĕç пăсăлать, кăмакаран хор шăвать. К.-Кушки. Сирĕн япаласем Пухтелне шунă (спроважены). || Якейк. Пичипа инки ĕçкинчен чутах шуса (= каймасăр) йолаттăмч.

шуй

шум. Альш. Анкартинче кăшкăраççĕ, шуй тăваççĕ (на пожаре). || Бойкий (çын, лаша). Ёрдово. Пĕр пек утакан лашапа кĕрпе пĕр пек пулать, шуй лашапа пĕр пек пулмасть (на обдирке). Б. Крышки. Ку чăх пит шуй. Эта курица очень бойкая. КС. Ай-ан, çавăн ачисем пит шуй. N. Он ачисем питĕ шуй. || Улитка.

шуйăх

кричать, галдеть (есть выделяющиеся звуки, резкие), бегать, шуметь, выходить из себя почти равно „çуях“, но последнее говорится о голосе). Утар. Хурамал. Ачасем каç пулсан вăйăра шуйăхса выляççĕ (= кăчкăрашса выляççĕ). Альш. Ертелле пăрахса пĕччен çӳрекен сахал, çав темĕн аташса шуйăхшса çӳрекенсем кăна. N. Лешсем ун хыççăн çĕрлех патша çуртне те ушкăнĕпех шуйăхса кăшкăрашса пырса кĕнĕ (зашли с криком и с шумом). N. Ан шуйăхăр-ха. Не шумите. Ачач 40. Унăн ашшĕ те, амăшĕ те лайăхскерсем. Ӳсĕрпе шуйăхмаççĕ, вăрçмаççĕ. N. Ашшĕ таврăнсанах шуйăхма тытăнать. || Всполошиться. Сред. Юм. Выльăх-чĕрлех пĕр хăратса ярсан, шуйăхать те киле те таврăнма пĕлмес. См. шуйлан.

шуйлантар

понуд. ф. от шуйлан. Сред. Юм. Сôрăхсене пĕр хăратса шуйлантарсан, чарасси пит хĕн.

шуйтан

шойтан, чорт, дьявол, нечистый дух. См. шуйттан. N. Чĕрĕ шуйтан çав. Настоящий чорт. N. Чăн малтан шуйтан çурисем тухрĕç, тет те, çисе карĕç, тет. Яргуньк. Хăйсен ачисем шыва кĕреççĕ те, ишме пĕлмесĕр шывах путаççĕ. Кайран хĕрарăмсем пыраççĕ те: шуйтан туртса кĕртрĕ пуль, тесе калаççĕ вара. Альш. В общем шуйтансем шывра пуранаççĕ. Тип çĕрте сахалтарах, но за то вăл хаяртарах. (Авалхи çынсем çапла тĕшмĕшленнĕ). Коракыш. Сикĕн, сикĕн, шуйтан пак, симĕс курăк сухан пак. (Кантăр). Н. Лебеж. Чиркӳ тăрăллă, шуйтан чĕрнеллĕ. (Пяçен). || Брань. Орау. Шуйтан! — так обзывают человека. N. Шуйтан çуратнăскер! Чĕлкаш 13. Шуйтан патне кай! — терĕ. N. Шуйтан аслашшĕ, шуйтан хунешшĕ, шуйтан кинемĕш, шуйтан хунемĕш! (бранные выражения). N. Шуйтан питеки! Ваçăхакансем 27. Тата мĕн шуйтан пуçĕ çитмест сире! Н. Чукалы. Илсе пырсан, Якурка пит савăннипе кăшкăрать: Эй, арăм, шуйтан пуçĕ тутлă пулас, кас халĕ часрах. Ачач 77. Хĕрарăм-манах вăрă пулнă епнин. Ах, шуйтанĕ! тесе çухăрса ярать çĕвĕ сасă. Ib. Мĕн шуйтанне вăл териех пысăк çылăх тунă пулĕ эпĕр? Юрк. Ун чухне те пĕр шуйтанĕ хĕтĕртнипе анчах авланса ямарăм-и! Регули 1323. Шойтанран илес çок! Хорачка. Е, шойтан! Шу шойтанĕ!

шуйттан

шойттан, чорт. Сред. Юм. Шуйттан качака полса çӳрет, тет. (Народное поверье). N. Чипер вилĕмпе вилмен çыннăн чонĕ шуйттана каять, тет. N. Шуйтан çури ачана кĕмĕл çĕрĕ парса янă, тет. Орау. Шуйттана ăна пĕлеймĕн! Ib. Унта упа мар, шуйттанĕ те пуль. Там не только медведь, а наверное, и всякое зверье есть. ГТТ. Шуйттан та пĕр калаçаççĕ. Чорт знает, чего не говорят! Ст. Чек. Таçта шуйттана кайса кĕчĕ. Куда-то запропал. N. Вара матроссем шиклене пуçланă, хăра пуçланă. Таçта шуйттана илсе килчĕ, нимĕнпе те киле тавăрнса кураймăпăр ĕнтĕ, тесе шухăшла пуçланă. N. Шуйттан тума килет вăл. За чортом она пришла, т. е. так, зря. Шорк. Такам шойттанĕ (какой чорт) хошрĕ мана он çомне çыпăçма. || Употребляегся в бранных выражениях. Сред. Юм. Вăрăм çынна çиленнĕ чохне шуйттан кĕвенти тесе вăрçаççĕ. Йӳç такăнт. 24. Кай кунтан, шуйттан кĕвенти! Орау. Шуйттан кĕвенти вăл, пĕре çапсан лапчăтсах хурĕ. N. Ăх, шуйттан калти, çавă та путлĕ çын пулсан! (Говорят про третье лицо). N. Е, шуйтан чĕри! Те çакна çырнăран, те урăх япаларан — халĕ эпĕ лăплансах карăм пек. Якейк. Йăван шуйттанĕ хăйма çинă поль-хе! Çĕнтерчĕ 57. Шуйттан этемми, Якур! Орау. Тем шуйттан шăтăк алтса хунă кунта. Трхбл. Шуйттан чухне туса пĕтеретнем ăна! || Прозвище мужч. СТИК. Шуйттан Микити.

шокăр

подр. стуку. См. шакăр. Шорк. Пĕр виçе мăйăр йăтса кĕчĕ, урайнех шокăр тăкрĕ. Панклеи. Çол çинче каллях чăтимасăр: „качака, сыс“, тесе ярать. Качака ылтăм шокăр-шокăр тăкса толтарать.

шокля

жердь. Чиганары. Ачасем шăнкăрчă килессине илтсен кĕлетке тăваççĕ, туса пĕтерсен вĕсем кĕлеткисене пӳрт поçне çакаççĕ, хăшĕ шокля тăрне çыхса лартаççĕ. В. Олг. Хăмла шокля тăрăх явăнса хопарат. Шибач. Хăмла шокли = хăмла шалчи. Б. Кумаркино. Шокля = хăмла шăччи. || Прозвище мужч. Г. А. Отрыв. Куçма Мирунчăн аслашшĕне Шукля старик тиччĕç, вăй Ярмушкапа пĕр тăван пулнă. || В. Олг. Шокля тăрринчи торă, хоругвь.

шолт

подр. звуку от удара, хлопанья. Б. Олг. Икĕ прене пуçне хире-хирĕç пертĕмĕр шолт! шолт! Ib. Шолт! копса лартрăм алăка. Ib. Шолт шаклатрăм çамкаран. Ib. Арăм исе килчĕ кантăр тылама тылă патне пĕр çĕклем, и тапратрĕ тыламашкăн шолт-шолт-шолт! шолт-шолт-шолт! Кĕрешет, хоçкаланат, аллипеле торткалат, хĕрах аллипе посат. || Совсем. N. Шолтах хăшкăлтăм.

шур

шор, белый. См. шурă. Янтик. Ĕнтĕ шур юр çăвать, пушмак путать. Собр. Шур юр çине çунă шур йăлтарка, хĕртсе хĕвел пăхса та ирĕлес çук. НР. Ăрамри шур юр пĕтес çук... На улице белый снег не сойдет. Вомбу-к. Шур пренĕк. Чураль-к. Мана пичи юратать: шур ампар лартса парас, тет. Тайба-Т. Тантăш ăçта çывăрат, урам хĕрринчи шур лаçра. N. Шур кĕççĕ чăлха пустартăм; шур курнитсара çӳрес пек. НР. Уй варринчи шур хурăн... Среди поля белая береза... Альш. Ман çийĕмри шур кĕпе, арки вăр-вăр тăват-çке. НР. Кантăк çинчи шур супăн... На подоконнике белое мыло... Хора-к. Шор çăмарта тийиса шоратмасăр çиес мар. N. Çӳлĕ тусем çине хăпартăр-и, шур кĕленче чиркӳсем куртăр-и? Тогаево. Шур-шур та ульки кантăр тыллать. N. Тăп-тăваткăл минтер, çитсă вăй пит, пурте шур хуринĕн (белого гуся) мамакĕ. N. Шор сахăр пек çут атă, ăстаях-ши выртать-ши? ГФФ. Шор чăлхапа, пошмакпа. В белых чулках и башмаках. Ib. Шор перчатки, кăвак кончи ĕçпе пĕтрĕ окçашăн. Белые перчатки, синие наголенки износились в работе из-за денег. Хош-Çырми. Пĕр çавра çил тухтăр, вĕçтертĕр, аннеçĕм чĕрки çĕне ӳкертĕр, шор тоттăрпа çыхса хотăр-и. Пусть поднимается вихрь и унесет их (волосы) и уровит на колени матушке; пусть завяжет она их в белый платок ГФФ. Ларса йолма шор чол мар. И не белые камни, чтобы остаться на месте. НР. Тарăн варти, ая, шор хăйăр анчах çунă шор йор пек. В глубоком овраге белый песок, подобно что выпавшему белому снегу. N. Халăх окçипе пĕр шор лаша илеç Илья пророка пама. ГФФ. Пахчана ятăм шор питек кĕтмĕл аври солляма. Я пустил в сад белого ягненка щипать брусничную траву. Байгул. Шор кăвакал чĕпписĕм. Хош-Çырми, Шор автан сассисем илтĕнеççĕ. Слышатся голоса белых петухов. Байгул. Шор, шор, шор та хĕр, шор та кантăр тыласан, ори таппа ларайнă. Ст. Чек. Шур хĕр. Ст. Айб. Шур акаян шăлĕсем хура. (Хурткуççи). Н. Лебеж. Килеймерĕм атте-анне кăмăлне, килтĕм шур патшанăн кăмăлне. (Солд. п.). Мусирма. Хура хур ами пултăм та, хура халăха пуçтартăм; шур хурт ами пултăм та, шур халăха пуçтартăм. || Седой. N. Шурă кăвак (седой). Альш. Ăна шурă сăн (кăвак сăн) çапнă. У. Я. Шур çӳçсене тăктарчĕ тертленнĕ пуç çинчен. Ала 66°. Кинçĕм те лайăх Хĕвекла, йĕрет те макрать, качча каять, пуçăм та шурă пулми, тет. || Чистый. НР. Шор портянккă не шалккă... Чистых портянок не жалко. К.-Кушки. Мунча кĕрсе тасалса, шурă кĕпе-йĕм тăхăнса. || Светлый. НР. Шор чăланти, ай, çут часси, çапас вĕрем çиттĕр пуль. Блестящим часам, что в светлом чулане, видно, пришло время бить. || Бельмо. N. Вара ман куçсене шур илчĕ. ЧП. Икĕ хура куçма шур илтертĕм. Зап. ВНО. Ватă хĕрĕн куçне шур илнĕ. N. Ахмать куçне шур илнĕ. (Чӳрече шăнни). Кан. Асамçăсем патне чупса куçсене шăтарттаракан,— шур илтерекенсем. N. Куçне шур та илсе лартнă. N. Сулахай куçне шур илнĕ (вăкăрăнне).

шур

шор, шурă, шорă, болото, болотистая земля, болотистый луг. N. Икĕ айкки тăвайкки, варринче мăн шур. Цив. Çума çакнă йăс тура шур хушшинче çухалчĕ. N. Шуртан шурĕ хуплать тĕмеске вĕтлĕхре. Юрк. Сăртсем çинче тахçан шыва ларман анасем путакан пулса шура тухрĕçĕ. Кан. Шура кайнă айлăмлă вырăнсене типĕтес шутпа... О землед. Шурлăх нумай çĕрте витсе урайсене, картасене тасатаççĕ те, шур тĕлĕнчи тăпрана сараççĕ. НР. Шор хĕррипа отмашкăн... Чтобы ходить по краю болотца... N. Шорти сысни шор сысни, шор хот окçа витрĕм, итто çавах çил уçрĕ. ЧП. Тикай хир варринче, ай, пĕр шурă... Собр. Тинĕспе çĕр çинче ким çӳремесен те утма çук. (Шура). || Тюрл. Шор, назв. поля. || Якуркел. Хирсем: Уксăмлă, Патшалăх, Машай, Шур... || Б. Яуши. Шур, назв. урочища. || N. Назв. речки, по берегам которой, по преданию был густой лес; протекает около дер. Тайбы-Таушевой. Кайсар. Шыв ячĕсем: Кăнна, вырăсла — Кильна, Шур — вырăсла пĕлместĕп.

шур

встр. в сочетаниях: çу-шур (масло, сало), шыв-шур. КАЯ. Тепĕр ăстарикĕ леш вăкăр илсе килнĕ çĕре кашни килтен кĕрпе-çăнăх, çу-шур, апат пĕçерме сăра хурансем пухса хатĕрлет. Шел. 151. Шыв-шурсене пурне те пĕр айĕнчен кăларап.

Шураç

яз. имя мужч. Н. Карм., Н. Седяк. Нюш-к. Шураç Ярмулла. || Назв. дер. Шерашевой (Аликовск. р.). ТХКА 8З. Пĕр çулне çавăн пек Шураçра кĕтӳре çӳрерĕм. Шураç вĕл Нурăсран çирĕм çухрăмра, Сăр шывĕ енелле. Ib. Ку тăрăхра — Шураç, Шăмат, Хучаш, Ескетен таврашĕнче туя питĕ кепмер тăваççĕ. Яргуньк. Шураç хĕрĕ теейса юрлатмасăр илес мар. Ib. Тĕпĕр сикĕр, ачасем, Шураç айне ан пулăр.

шурă

шорă, белый. N. Пĕчĕкçеççĕ кушма — шурă кушма, пурте шур путекĕн кăчăкĕ. Толст. 5. Куçли калать: сĕт шурă, хут пек шап-шурă, тет. Суккăрри калать: шурă тĕс апла вăл хут пекех алăра шăлтăртатать-и-мĕн? тет. Зрячий сказал: „Цвет молока такой, как бумага белая“. Слепой спросил: „А что, этот цвет так же шуршит под руками, как бумага?“ Ядр. Ман тантăшсем ялт шурă, епле уйăрлса каям-ши. Ск. и пред. чув. 3. Тимĕр тылă ашĕнче шурă шуйттан ларать, тет. Пазух. 73. Чăлт шурăран тутăр эп кумтартăм. Чув. прим. о пог. З7. Хĕвел шурĕ тухсан, çав кун уяр пулать, малалла та уяр пулать. Если солнце восходит белое, то в этот день будет ясно и вперед будет ясно. N. Çамки çинче шурă пур (вăкăрăн). Н. Якушк. Улачанăн шурри пит çинçе, кам аллисем витĕр тухнă-ши? N. Шорринчен Хвекла саппун тутарнă, ытти япаласене тапратман-халь. Хош-Çырми. Тӳнес марччĕ шорă йор çине. Хорошо бы не свалиться мне на белый снег. НР. Анатран хăпарать шора пăрахот. Снизу идет белый пароход. Хош-Çырми. Икĕ шорă çăмарта пĕçертĕм, хăшĕ сывалассине пĕлмерĕм. Сварил я два яйца, но не знал, которое из них убудет. Ск. и пред. чув. 19. Шурут çырми варринче шурă шăмăсем выртаççĕ. Якейк. Çăмарта шорă тийиса шоратмасăр çияс мар. БАБ. Юрла-юрла ĕçер-е? Юртан шурă пулар-а? Давайте пить и петь песни, и сделаемтесь белее снега. Бугульм. Шурă çĕлĕк шур юр пек, хамăр тăван чунăм пек. N. Шурă юр пусарса тăракан чăрăшсем йăшăл та тумаççĕ. N. Ушкăн-ушкăн шурă пĕлĕт иртет... НР. Апай исе пачĕ шурă тутăр. Мать купила мне белый платочек. Хурамал. Манăн шурă кĕпе пĕрреççĕх, çуса çаксан, шурă юр пекех. У меня единственная белая рубашка; если выстирать ее и повесить, то она как белый снег. А.-п. й. 93. Шурă халат тăхăнса, тухтăр пекех тумланса, сарă чăматан йăтса, тĕрлĕ кĕленче хурса, ĕне хӳрине чиксе, хуллен утать хулана. Хурамал. Ăлăхăттăм çӳлĕ ту çине, çыру çырайăттăм шура чул çине. Взошел бы я на высокую гору и написал бы надпись на белом камне. Ib. Çӳлĕ тусем çинче шурă курнитса. На высокой горе — белая горница. Ib. Шурă иккен куянăн урисем, хĕрлĕ иккен тиллĕн урисем. Оказывается, у зайца ноги белы, у лисицы — красны. N. Ача вилсен (лет до 5—7), тула çăмарта кăларса ывăтатчĕç. Çăмарта пăрахнă чухне те: чунна шурă чăхă ертсе çӳретĕр, тетчĕç. N. Кăвак кăвакарçăн чĕпписем — шурă кăвакарçăн сĕчĕсем, эпир аттепе анне ачисем. Бугульм. Кăвак кăвакарчăн пурте пĕр пек, çуначĕ шурри ăрасна. ЧП. Хĕрсем шуртан шурă кантăр тыллаççĕ. N. Эй, шура аппа, шурă аппа, чӳрече витĕр пăх аппа. ТХКА З0. Оксанă — хура куçлă, шурă ӳтлĕ, сар çӳçлĕ, яштак пĕвлĕ хитре хĕрччĕ те. || Альш. Çута-шурă, светло-белый. Ib. Витĕр шурă, цвет бумаги. Орау. Пĕр шурă чĕреллĕ (бледный) ача туйра вĕлерес пек ташлать. || По-белому (изба). О сохр. здор. Пӳртре хăрăм-тĕтĕм ан пултăр, çавăнпа пӳрте шурă тума кирлĕ (по-белому). Хурамал. Алăкăрсен умĕ улма йывăç, улмисем çукран илемĕ çук; пӳртĕрсемех шурă, саккăр сарă, савнă тăванăр çукран илемĕ çук. У вас на дворе растут яблони, но нет у них красы оттого, что на них нет яблок; изба у вас белая, лавки в ней желтые, но нет у нее красы оттого, что у вас нет милой родни. || В переносном значении. N. Эпĕр шурă тăвасшăн, çынсем хура тăвасшăн. Мы хотим сделать как-нибудь это приличным, а люди стараются сделать это нехорошим. || Честь? N. Сĕтел туртса си парат, питме шурă килĕ-и, тесе. || Снег. С. Айб. Уттарам-шин, чуптарам-шин аслă çулпа шурă пур чухне. || Хлебное вино (водка). Изамб. Т. Сахал пулсан: шуррине пар, тесе, тата ыйтаççĕ.

шурат

шорат, белить, сделать белым. Баран. 105. Хире çĕнĕ юр ӳксе шуратсан... N. Аннен кăмаки шур кăмаки, сыпне порпа шоратнă, килес килет, кас (= каяс) килмест. ТХКА 29. Кĕпе таврашне çăвать, кĕпесене лайăх шуратать. Янгильд. Пирсене йор пĕтиччен часрах шоратса хораç, теççĕ. Вута-б. Пирсене тĕртсе пĕтерсессĕн, кĕл çине хурса шуратаççĕ. Кан. Улмуççисене акшар шывĕпе шуратмалла. || Чистить (картофель), лупить (яйца), сдирать кору (с дерева). О сохр здор. 55. Тата çĕрулмине нихçан та хуппине шуратса пĕçерес пулмасть. N. Хулăнтарах шуратап хуппине, срезаю шелуху потолще (у картофеля). Хош-Çырми. Пĕр çарăкне кăларса шоратрăм. Выкопал я одну репу и облупил ее. N. Çав сехетрех çил явашлансан, прийомне чакарас пулать, астумасан — шултра, хуппине шуратса анчах кăларма пуçлать (на ветряной мельнице). Б. Бур. Шурă-шурă çăмарта, чут-чут шуратмасĕр çиеттĕм. N. Çуркунне пулсан, ялсенчи çынсем, хăйсен сачĕсенчи йывăçĕсен хуппине юр айĕнче темĕскер кăшласа шуратнине курсан, час-часах тĕлĕнеççĕ. Пуринчен ытла çамрйк йывăçсене (улмуççисене) кăшласа пăсаççĕ. || Заставлять бледнеть. НР. Çыв сăмаххи, ай, ыр тумасть, хĕрлĕ сăна шоратать. От людских пересудов добра не будет, от них бледнеет румяное лицо. В. Тим. Вунĕ пӳрне вĕçне вĕре-вĕре хĕп-хĕрлĕ чĕреме эп шуратрăм. ГФФ. Ялти йăвăр ячĕшĕн хĕрлĕ сăна шоратрăм. Из-за людских пересудов побледнело мое румяное лицо. Хош-Çырми. Нăр пек хĕрлĕ сăнăма шоратрĕ. Заставило побледнеть мое румяное лицо. N. Карта хĕрнчи шор ути, потек çисе шоратрĕ; пирĕн атте хĕрĕне çынсем çисе шоратрĕç. Пазух. 55. Кăчуне самани те, ай, йывăрри шуратать-çке хĕрлĕ те, ай, чĕрене. || Переносно — засеять. Кан. Вара Уйкяс халăхĕ суртланă вăрлăхпа анисене шуратса хăварчĕ. ТХКА. 128. Хура çĕре шуратма вăрлăх валли çакă çул çити-çитми тетпĕр-ха. || N. Шурăмпуç шуралса килни чух хĕр пуçне шуратса каятпăр. || Губить. Ау 178. Йыснаçăмах Якур пур, сар хĕр пуçне шуратать. || Давать подарок. Якейк. Пирĕн ăратни олтă кил, олтă килте отмăл çын, отмăл çынна шоратсан (парне, кĕпе парсассăн), пирĕн çынах полăттăнч.

шурăлка

бледный. N. Чантăртан пĕр шурăлка хĕрарăм пичĕ курăнчĕ.

шурăлла

по белому (изба). Эпир çур. çĕршыв. 15. Пирĕн урамра пĕр пӳрт анчах хуралла, ыттисем пурте шурăлла. || Юрк. Чăвашсем хуратул кĕрпине шурăлла çимеççĕ. Вĕсем хуратула малтан шӳтереççĕ, унтан кăмакана вĕри çĕре хываççĕ, унта пĕр-икĕ сутка парланса выртсан, хĕвел çине сарса типĕтсен тин хуратул кĕрпине çуртараççĕ. Кăмакара типĕтсе туни хуратул кĕрпи уйрăм хĕрлĕ пулат. Чĕрĕлле çуртарнийĕн кĕрпи те шурă пулат.

шурăллă-хураллă

пестрый (и белые места есть и черные места есть). N. Инесем вĕсен пурте ула — шурăллă-хураллă, пĕр йăх.

шурăçăм

белый. ЧП. Ай-хай шурăçăм та, шурă хĕрне акнă тулăçăм. Пазух. 43. Ай-хай пĕр турăçăм, пĕр шурăçăм. КС. говорит, что шурăçăм = белый (пшеница).

шурт

то же, что шăрт. Н. Лебеж. Пĕр юпа тăринче пин шурт, патне пыма çук, сăхаççĕ. (Куршанкă).

шуç ту

производить обмен, меняться. Череп. Шуç турăмăр, поменялись вещами, не показывая их друг другу. Слеп. Тавай шоç тăвапăр — олштарар (что-нибудь). Орау. Чĕлĕме шуç турăмăр та, начарри ленкрĕ. Ib. Чĕлĕм шуç туни. Пĕрин-пĕрин чĕлĕмĕ начар пулсан, халăх çинче-и, сăра ĕçнĕ çĕрте-и, ай ахаль пухăнса ларнă çĕрте шӳт тăвасшăн: кам чĕлĕме шуç тăвать? — тесе ыйтать. Тепри, çавăн пек çăмăлтарах шӳт тăваканни: эп тăвам,— тет, унтан пĕри тĕпеле, тепри алăк патне каяççĕ те, пĕр вăхăтрах икĕшĕ та пĕр-пĕрин (харпăр-хăйĕн) чĕлĕмне хире-хирĕç урай тăрăх шутарса шакăртаттарса-и, ай ахал утса яраççĕ. Çапла чĕлĕмĕсене улăштарсан, пĕрне те пулсан начар чĕлĕм ленкет те, вара ыттисем хытă ахăлтатса кулаççĕ. Чĕлĕм шуçĕ питĕ кулăшла япала вăл, хăш чухне лайăх чĕлĕм вырăнне питĕ начар чĕлĕм ленкет.

шут

шот, счет (число, количество). N. Укçа шучĕ, счет денег. ПТТ. Вăйçăпа çăмарта çĕклекен çăмарта шутне тултармасăр пымаççĕ. N. Хут пĕлекенсен шучĕ, число грамотных. N. Кулленхи шут, текущий счет. Шурăм-п. № 19. Хăшĕ, кĕлте шучĕ кая ан юлтăр тесе, кĕлтисене тултармасăрах çыхаççĕ. Регули 1283. Шочĕпе мĕн чол тохнă, он чол парăп. N. Редакци вара хăй шучĕпе кĕнекесем кăларĕччĕ, тесе çырнă. Якейк. Ати улĕ виççĕччĕ, шот шотлама ларсассăн, шотран ытлашши эп полтăм. Ib. Хĕрсе хĕвел тохнă чох хĕр шотĕнчен кăларатпăр, хĕрсе хĕвел аннă чох арăм шотне кĕртетпĕр. Çĕнтерчĕ. 49. Эпир шутран тухрăмăр. Шорк. Шота кĕнĕ. Вошел в число, считается вместе с другими. Ib. Хĕр шотне кĕнĕ. Сред. Юм. Качччă шотне кĕмесĕрех аллантарчĕç. Туперккулёс 15. Тепĕр тапхăр этем каччă шутне кĕме пуçласан чирлеме тытăнать. N. Хĕрарăмсем, эсĕр те халь этем шутне кĕтĕр. Сред. Юм. Çôратса янă çын та шôтне толтарма. (Пôлмас çын çинчен калаççĕ). Кан. Çакăнта ĕçлеме 16 çынна рапоччи шутне илиĕ. ППТ. Унăн çуртĕнчен нихçан та чир-чĕр тухмас, ĕмĕрне çын шутне кĕреймес, теççĕ. N. Çын шутне кӳртместчĕç. N. За человека не считали, ни во что не ставили. ТХКА 22 . Эх, мухтанчăк, вĕçкĕн таракан; халăх шутне кĕместĕн; чупассипе антратрăн; пуçа каçăртса, уссине тăратса çӳренипе пурнăç пулать-и вара! Кан. 1927. Çын — çын шутĕнче пултăр, выльăха — хăйне вырăн пултăр. Ib. Ялтан Крикорйĕв лашине ватă лаша шутнех кӳртсе çырса янă. Эпир çур. çĕршыв. 16. Çак урам пирĕн урам шутĕнчех: ăна та пирĕн урампа пĕрлех Чăрăш теççĕ. Шорк. Шотран тохнă, вышел из числа, не считается. Ib. Çын шотĕнчен тохнă. Сред. Юм. Шôтран тôхнă. (Говорят о стариках, которые по старости ни на что не способны). Пшкрт. Шотран тохнă çын = иртсе кайнă çын (избалованный). Шорк. Стакканĕ ĕнтĕ стаккан шотĕнчен тохнă. Стакан вышел уже из употребления, не годится для употребления. Ib. Шотран кăларнă. Его выключили из числа..., его не считают за... Ib. Она çын шутĕнчен кăларнă ĕнтĕ. Вишн. Çапла ĕнтĕ, уйрăм çирĕм сăра курки шыв ĕçместпĕр пулсан та, хамăр ăша тĕрлĕ апат çисе, çапах çав шутран кая илместпĕр. Б. Олг. Калля килетпĕр ĕне кĕтӳ пек, шот та çок çĕмĕрĕлнĕ халăх. || Разряд. Кан. 1929. Капла пуян шутĕнчен юлсассăн пĕтетпĕрех уш. || Время, срок. Панклеи. Тепĕр эрнерен ачана киле каяс шут çитет. С. Янгильд. Микихвăрăн салтак шочĕ пĕтрĕ. Микихвăр пĕр хĕç илчĕ те, киле килме тохрĕ. Собр. Вăрман хĕрне пас тытат, тăкăнас шутпа хăй тăкăнат, пирĕн те каяс шут çитет.|| Мысль, желание, цель. Сюгал-Яуши. Ман юлташа темскер шут килсе кĕчĕ те, мана калать... Кан. 1929. Пĕрлешӳллĕ хуçалăха пĕтерес шутпа тĕрлĕ киревсĕр суя хыпарсем сарчĕç. КС. Çими пĕтнĕ тиччĕç, тырă ыйтма пыман-ши вăл? — Çав шутпала пынă пулмалла та, хăяймарĕ пулмалла. А.-п. й. 32. Сурăх таки, йăвăç тураттинчен вĕçерĕнес шутпа, сулланма тытăнчĕ. N. Шурă кайăкăн çунат çук, çӳле улăхма шучĕ çук, ӳт чĕлхенĕн шăмми çук. N. Килти шутпа — начар, кунти шутпа юрат. По-домашнему — плохо, по-здешнему — хорошо. Кан. Ман шутпа çакна тусан аван. В. Олг. Карав пăрахăç полчĕ вара çав. Авалхи шотпах порăнма полчĕ (по-старому). Слеп. Онăн хăй шочех-ĕçке-ха, каласа та ӳкĕте кĕмест. || Дело. Б. Олг. Шот полчĕ ĕнтĕ перĕн, çораçнă шот полчĕ (дело сделали, сосватали). || Значенне. N. Пĕр шутах пырать. Имеет одинаковое значение. || Завражн. Ялти теçетник шочĕпе çӳретĕр çулталăк хошши. Пусть служит в качестве десятника, пусть служит десятником. Ib. Салтак шочĕпе салтак шаловне (шалуне) илсе порăнтăр. Турх. Ăмăрт-кайăк шучĕпе чавкана чыса хунă, тет. НР. Сатри кайăк сар кайăк, кайăк шутне кам шутлать. В саду птичка-иволга, кто сочтет ее за птичку. А.-п. й. 38. Пырасси пырăп та-ха, анчах эс мана мăкариччи шучĕпе кавас ĕçтер, тет тилли. Регули 1284. Япала шочĕпе саплать. || Бгтр. Юрламасăр шут килмест. Ib. Йысна черки çут черки, шалт ĕçмесен шут килмесг. Ib. Акка курки сар курки, шалт ĕçмесĕр май килмест те саркаланма шут килмест. Ст. Чек. Апла калаçмасан капла çук, юрламасан шучĕ çук. N. Якур пит кулмалла сăмах шучĕ те каламарĕ. || Хора-к. Вонă пăт тырă полсан, пилĕк пат сотса какай ил, çав шотах ларĕ. || Сред. Юм. Ĕçне туниех çôк та çапах кайса шôтне турăмăр. Ib. Ĕçне тăвасса нăмаях туман та, çапах тунă шôчĕ пôлчĕ ĕнтĕ ô. N. Малалла кайнă шочĕ полчĕ. Было что-то вроде наступления. || Шурăм-п. № 22. Шут пĕлмен çынсене хисеплемеççĕ те, çавăнпа халь пурте шут вĕренме тăрăшаççĕ.

шут-йĕр

след. Çĕнтерчĕ. 30. Шутне-йĕрне те тупас çук! Шутла, шотла, считать, исчислять, счесть. НР. Леш еккинче сакăр капан, ку еккинчен шутлатпăр. На той стороне восемь стогов, с этой стороны их считаем. А.-п. й. 99. Унтан улпут кăсйинчен пĕр кирпĕç пек хут укçа кăларса илсе шутларĕ. N. Апат укçи 1 тенкĕ те 60 пус шутлас теççĕ кунне. ГФФ. Мана савнă сар ача шотласа хонă ылтăн пек. Мой размиленький красавчик — ровно считанное золото. N. Шутласа пĕтер. Кан. Сутнинчен шутласан, ĕçлесе чăрманнине хумасан, ĕнене чĕртсе пуснинчен 25 тенкĕ те 30 пус тупăш куртăм. N. Эпир пурăнакан çĕр те, пур тĕнчене шутласан, хăяр пĕрчи пек анчах вăл. Кан. 1927. Ытти парттисенчен шутласан, коммуниссем халь иккĕмĕш вырăн йышăннă (Керманире). Сред. Юм. Ôттине те шутласа çиç ôтать. (Пит йăраланса çӳрекене, ôтайман çынна калаççĕ). N. Хăш чухне шутласа кăларма çук нумай темле хăрушă япаласем курăннă. НР. Пирĕк пек тăлăх ачасене этем шутне кам шутлать. (Ĕлĕкхи юрăран). Подобных нам сароток кто сочтет за людей. (Из старинной песни). || Думать, решить, намереваться, расчитывать. Хум. Çем. Пĕр шутласан, тĕлĕнсех каймалла. ГФФ. Кĕпе аркине хăю тытрăм, сӳтессине ан шотлăр; савса килтĕр полсассăн та, каяссине ан шотлăр. Я обшила подол рубахи лентой, не думайте ее отпороть; если вы приехалм любя, то и не думайте уезжать. А.-п. й. Йытă шутларĕ-шутларĕ те, упана та пăрахса, этемпе тус пулма шут турĕ. Янорс. Эпĕ он чохне ни хойăха, ни шотлама пĕлместĕп, а тольккă орамра ачасемпе выляса, иртен каçа çитиччен çӳреттĕм. Пшкрт. Пиччĕшсем шотларĕç: тавай ку окмакран тарас, терĕç. Янбулат. Вĕсем шотланă опăшкине ыр вĕлерме. Хир-п. Ытти ялсем те тăвас шутлаççĕ. N. Çав инкеке çĕр ĕçлесе пурăнакансем шотлама пĕлмесĕр чăтса пурăннă. ГФФ. Малаллине те шотланă, ай-ай, полсассăн... Кабы думал и, что будет впереди... || Якейк. Вăл ыранччен тăхтама шотлать-и? Согласится ли он подождать до завтра? || Выдергивать. N. Пуçлать есрел вăрманти ват йомана шотлама. || Шурăм-п. № 22. Турра шутлама пултараймастăп, мĕншĕн тесен турă пĕрех вăл, шутламаллăх çук.

шутлă

считанный, содержащий определенное количество, считанное время; счетом. Сунт. Сирĕн кукăрсем шутлă. Пир. Ял. Хĕрлĕ çар слушпинче шутлă пурăнтăм. НТЧ. Ăна чӳклеме мĕншĕн апла шутлă пĕçернине пĕлместĕп. || Известный, видный. Çĕнтерчĕ 49. Ним мар çынсемех шутлă çынсем пулса тăчĕç. Чăв. юм. 1924. 55. Ама-çури шухăшлать: ку хĕр пир тĕртме ан вĕрентĕр, ялта шутлă хĕр ан пултăр, тет. || Умеренный. N. Апатран, ĕçес-çиесрен шутлă пулма хушаççĕ, шутсăр ĕçсе çиме хушмаççĕ. || Имеющий думу, намерение. Сюгал-Яуши. Уп патне ырă шутлă çынах ан кайтăр, тесе калать, тет, пĕр çын.

шутсăр

шотсăр, без счета, бесчисленный, неясчислимый, несчетный. Сĕт-к. Пĕр вакра шотсăр çерçи сикет. (Хоранта шыв вĕрени). || В качестве усилительного слова: очень, необычайно, необыкновенно. Ала 84. Вăрманпа пырсан-пырсан ларать, тет, пĕр çурт, ним шутсăр аван, тет. А.-п. й. 29. Карчăкпа старик хăйсен такисене питĕ юратнă, шутсăр ачаш пăхса усранă. N. Кашăк илес терĕм те, кашăкки ытла шутсăр хаклă. Капк. Шутсăр паха пар вĕсем. N. Шутсăр чее старик иккен эсĕ, Рахмав Иванович! N. Аннесем шутсăр хăратчĕçĕ. N. Манăн унăн чухне шыв шутсăр ĕçес килетчĕ. Кан. Питĕ шутсăр вăйлă çумăр çунă. N. Хам шотсăр колянап, çӳç йохса тохрĕ. Пшкрт. Шотсăр солят. || Безвестный. Стерлит. Пирĕн пек шутсăр хĕрсене çын йӳпсĕнмест, куç ӳкмест. || N. Ку ачи шутсăрах. Вăл супса иртсе кайман. Лашине тăратрăм, тет те, выртакан лаша патне пытăм, тет.

шот

шут, подр. звуку при лопании. Б. Олг. Тĕкĕр шот тесе çĕмĕрĕлсе каят. Ib. Шот! патак хоçрăм. Ib. Мырă çинĕ чох катнă чох çуарта шот! тет. Ib. Хытă çăккăра шот! çыртса илтĕм, шăл ыратсах карĕ. Ib. Пĕр арăм тытрĕ пытьă пуçра, шот! вĕлерчĕ.

шуть

шутка. Альш. Кăркка чĕппи шинк-шинк, çиме лартсан пĕр шуть.

шух

шох, резвый, бойкий, шаловливый; легкомысленный, ветренный. См. шухă. Изамб. Т. Шух çын, шух ача, шух хĕрача, шух лаша. N. Шух, не соблюдает мелких правил приличия. Якейк. Шох çын тесе лайăх порнман (оповедении) çынсене калаççĕ. Шибач. Шох (ясар çӳрет). Ау 221. Хĕр чуне шух çӳресен, кайсан йывăр килмĕ-ши. С. Тим. Шух = вичĕкĕн. Ib. Маттур çуралтăмăр, шух ӳсрĕмĕр, çичĕ юта епле юрăпăр-ши? Ст. Чек. Шух, шалун. Ib. Ун ачи шух, ялан çапăçса çӳрет. Хурамал. Пĕр çĕрте ларса тăман ачана шух ача теççĕ. || Пугливый (о лошади). В. Олг. Ох шох, лаша шох, лаша шох мар, хамăр шох хамăр шох мар, хĕрсем шох. Зап. ВНО. Шух лаша, пугливая лошадь. Якейк. Шох лаша, час хăракан лаша. Хурамал. Лаша хăй патне ямасăр хăраса тăрсан, шух лаша теççĕ. N. Тиха пит шух: тытмалла мар, амăшне çитрĕ. N. Тиха пит шух: чармалла мар, амăшне çитрĕ.

шухă

шохă, резвый, бойкий, шаловливый; легкомысленный, ветреный. Изамб. Т. Арçын ача шуххине хĕр ачасем мĕн туччăр. И. Тукт. Вăй пуçласа вăй калап та,— шухăрах тесе ан калăр. N. Юр пуçласа юр юрларăм, шухă тесе ан калăр. Пазух. 19. Аттен-аннен пĕр хĕрĕ, çавăнпа шухă пулнă эпир. Кильд. Пире шухă тиетĕр, пиртен шуххи тата пур. Алешк.-Сапл. Шурă пултăм, шухă пултăм, килеймерĕм атте-анне кăмăлне. Тайба-Б. Хĕр чух шухă çӳресен, кайран йывăр пулмĕ-ши. Орау. Унăн хĕрĕ шухăрах (слишком бойкая). Утăм. Çамрăкла вăхăтăм пулнă шухă, халĕ те алчăрать хăмăр куç. N. Вĕсем хăшĕ пит хăравçă, хăшĕ пит шухă, хăшĕ йăпăлтатакан пулаççĕ. ЧП. Хамăрăн пуçа йăвăр килнĕрен ялта ытла шухă çӳрерĕм, çынна усал сунмарăм. || N. Шухă, шалун. || N. Шухă, воришка, плутишка. || Легкомысленность. N. Ытлашши ĕçсе-çини пире тепĕр майлă тăвать, шухă енне ярать.

шухăш

шохăш, мысль, дума, намеренне, мнение, убеждение. Капк. Ăш вăркать. Пĕр шухăш пуçран тухма пĕлмест. Юрк. Вăл шухăшна эсĕ пăрах, пуху таврашĕ ан пуçтар. В. С. Разум. КЧП. Манăн шухăш килелле те, вăрманалла та, унталла та, кунталла та. Ал. цв. 17. Хĕре ашшĕ патне çыру çырма, хăй çинчен хыпар яма шухăш кĕрет. НИП. Кĕçĕр темĕскер шухăшсемпе ăйхă вĕçрĕ, çĕрĕпех канăçлă çывăраймарăм. N. Унталла-кунталла пăхкаласассăн, нумай шухăш кĕрет. N. Шухăша вылятса тăрас пулмасть. N. Унта мĕн каласа çырнă, çавна чипер шухăша унталла-кунталла ямасăр итлесе тăрас пулать. ГФФ. Порнтăм-порнтăм порнăçне, кĕрсе карăм шохăша. Жил я, жил и нажил себе (тяжелую) думу. Хош-Çырми. Вуникĕ те чĕкеç — пĕр кашта, йорласа йоррисем пĕтмерĕç; тăванпала тăван тĕл полсан, калаçса сăмахсем пĕтмерĕç: шохăшĕсем чĕре çомĕнче, сăмахĕсем чĕлхе вĕçĕнче. Двенадцать ласточек, сидевших на одном шесте, пели нескончаемые песни; когда встретились двое родных, у них пошли нескончаемые разговоры: их думы в сердце, а их речи на языке. Пазух. 74. Ĕлĕк вылянисем, ай, кулнисем халĕ тăрса юлчĕç шухăша. ГФФ. Пирĕн ĕмĕр иртсе кать (= каять) шохăшпа хойăх хошшипе. Весь век ваш проходит в думах и заботах. (Иэ старивной песни). Ашшĕ-амăшне. Пăртак тăр-ха, Кĕркури пичче, хĕрӳсем урăх шухăш тытĕçĕ (передумают), вĕсенĕн те чĕрисем чулах мар-тăр-ĕçке. БАБ. Çавăн çинчен шухăша килсе кĕрсенех (когда я об этом вздумала), манăн та тепле юмăçа вĕренессĕм килчĕ, терĕ, тет. Сборн. по мед. 77. Ахаль пулсан, вăл шыв ăшĕнче çавăн пек япаласем пур тесе нихăçан та шухăша та кĕрес çук. N. Çӳресен-çӳресен, темĕскер шухăша килчĕ курăнать. Лашм. Çамрăк пуççу ватта, ай, юлсассăн, юрă сĕви кать (= каять) шухăша. Юрк. Паллă, малтан эпĕ ялан хам çырăва хирĕç санран хыпар кĕтсе тăрсаттăм; кĕтсе-кĕтсе те илмесен, темĕн пысăкĕш шухăша юлтăм. ЧП. Вăрăм шухăш, йăвăр хуйхă. N. Ман шухăшпа, по-моему мнению. || Желание. N. Вăсен шухăшне тăваймăн. Их желаний выполнить нельзя. N. Унăн шухăшĕсем çитмен. Янтик. Хуть çуна пар, хăта, хуть пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пил çине (хочется домой). Завражн. Манăн халь сăра (ерех) шохăш мар. || Решение. Собр. Ларсан-ларсан, пурте пĕр шухăш шухăшласа илетпĕр (принимаем общее решение). N. Вăл ун çинчен куççулĕпе йĕрсе ыйтнă пулин те, ашшĕ шухăшне çавăрайман. || Забота. Ст. Шаймурз. Хамăр пуçа шухăш ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. || В. Ив. Ăна таçтан шухăш кĕнĕ (образумился).

шухăшла

шохăшла, думать, обдумывать, мыслить, помышлять, размышлять, намереваться. Букв. 1900. Сăмаха шухăшласа кала. А.-п. й. 105. Хĕрĕ — шухăшлать те, çапла калать... Дочь подумала и так ответила... ГФФ. Калла-малла шохăшласан, калла та малла шохăшласан, икĕ те коçран коççоль йохать. Как подумаешь хорошенько да подумаешь обо всем из глаз льются слезы. Хурамал. Шухăшламан чухне çав çӳретĕн, шухăшласан чĕлхи çыхланать. Когда я не думаю, то хожу себе спокойно, а как стану думать, немеет (путается) у меня язык. Сорм-Вар. Эсĕ ăна ху шухăшласа тупас çук. Тебе этого не выдумать. А.-п. й. 80. Пĕрре вăл шухăша каять: „эпĕ вĕт нихăçан та пăрçа акса курман, çавăнпа манăн тырă пулмасть-тĕр“, — тесе шухăшлать. N. Апла пулсан та, лашасене кантарарах тытма шухăшламаççĕ. Кирлĕ-кирлĕ мар ĕçсемшĕнех ăçта килчĕ унта хăвалаççĕ. КВИ. Этем çапла шухăшлать, хăй ăшĕнче савăнса. Ib. Асап килсен, хĕн килсен шухăшласа ларатăп. А.-п. й. 83. Ĕлĕкхи пек кăçал та пăрçа акса пăхмалла мар-ши манăн тесе шухăшлать вăл. Шухăшлать те, çуркунне каллех пăрçа акса хăварать. Ib. 93. Пĕр-ик эрне иртсессĕн, куланайне татсассăн, каллех Сахар шухăшлать. Ib. 61. Пуçне чикнĕ те, çакăнтах шăнса вилмелле пулать пуль ĕнтĕ, тесе шухăшласа ларнă. Ib. 31. Ну кусене çисе яратăп ĕнтĕ, тесе шухăшласа пырать. Юрк. Уткаласа çӳресен-çӳресен, тата çапла пилĕк-улт сăмах каласан, тата мĕн çырассине шухăшласа çӳрет. СТИК. Шыв кайнă вăхăтра çула тухса кайма ан шухăшла вара. N. Мĕн каламаллине малтанах шухăшласа хурас пулать. Ала 4. Çав вăл шухăшланă тĕлĕнчех вăрман пулнă, тет. N. Хайхийĕн шухăшланă ăсĕ сая кайрĕ, тет. В. Олг. Качака шохашлат: тӳрĕ çынсам çок, тесе. Н. Сунар. Ăсли шухăшличчен ухмаххи çапса ӳкерет. (Послов.). С. Айб. Шухăшлайман чухне шухăшăм çук, шухăшласан пуçăмсем çаврăнаççĕ. Альш. Шухăшламан чухне шухăшăм çук; шухăшласан çамрăк пуç çаврăнать. Ст. Чек. Шухăшлаççĕ пуль ăшĕсенче (про себя). С. Тим. Эпир шухăшлатпăр малалла, пирĕн шухăш юлат каялла. N. Шухăшлах пуçларĕ. Виçĕ пус. 19. Юсас теме шухăшламалли те пулман унăн. Ала 11. Выртсассăн-выртсассăн, хайхи ватă хуçа каллех çамрăк хуçа арăмĕ патнелле шухăшла пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Ун пек ача-пăчапа пурăнаç тума шухăшла. Вот и поживи с такими оболтусами. || Соображать. А.-п. й. 71. Пӳрнеске кашкăр хăлхинчен тухса, шухăшлама тытăнать. Юрк. Ăна-кăна пĕрте хам тĕллĕн шухăшласа пĕлейместĕп. К.-Кушки. Ăна-кăна шухăшлакан çын мар. Он бесшабашный человек. || Сравнивать. N. Халĕ те вăл, ĕлĕкхинчен шухăшласан, пит начар хула.

шухăшласа ил

додуматься, вдумываться, сообразить. N. Çавăнтан шухăшласа ил. Ал. цв. 5. Шухăшлать, шухăшлать, шухăшласа илеймест. Чăвашсем 12. Çын сехметсĕр пулмасть, пĕр-пĕр япала ыратнă вăхăт та пулать, вăл юмăç тăвас ĕç мар, ăна шухăшласа илмеççĕ.

шухăшсăр

беззаботный; беззаботно, спокойно. Бижб. Аттепеле анне чĕрки çинче пĕр шухăшсăр çамрăк пуçăма ӳстертĕм. К.-Кушки. Шухăшсăр, беззаботный. Полтава 48. Тулли уйăх пĕлĕт çинчен ним шухăшсăр йăлкăшать, Шур Чиркĕве çутатать. Луна спокойно с высоты над Белой Церковью сияет.

шушкă

сушки, крендельки, баранки. Синьял. Пасартан килнĕ чох пĕр кĕренке шушкĕ илтĕмĕр те, килелле килтĕмĕр.

шушлăх

желоб, подстявляемый к концу дранок у крыши. См. сывлăшлăх. N. Шушлăх = шывăшлăх = шăвăçлăх. Орау. „Шушлăх“ поддерживает „чĕренче“ (а наверху „шулап“). Коракыш. Икĕ ефлеттĕр, пĕр капрал, çĕр çирĕм салтак. (Икĕ шушлăх, пĕр шулăп, чĕренчесем). Т. VI. 58. Эпĕ ял хĕрĕнче ларатăп (живу), шушлăх пуçне те пулсан пырса сыртăр (пчелы), тет. Шемшер. Кулук-кулук кăвакарчăн шушлăх тăрăх кускалать. || Желоб, по которому бежит вода из ключа. Пожар-б. || Веревочные удила. Яргуньк. || СПВВ. Шушлăх, сывлăшлăх (?).

шӳлкеме

нагрудное украшение женщин. Питушк., Сĕт-к., Мыслец. Зап. ВНО. Шӳлкеме, женское украшение, на особой коже пришиты монеты, а с краев „хурт пуççи“. Якейк. Шӳлкеме (пĕр хутлă). Сред. Юм. Шӳлкеме, хĕрарăмсем ôмма çакакан тенкĕллĕ сăран. N. „Шӳлкеме состоит из кожи, на которую пришиты серебряные монеты (большею частью 5-копеечные, очень редко, у богатых, 10-копеечные), а с нижней стороны и с краев „хурт-пуççи“. Чертаг. Шӳлкеме — у девушек лишь в один ярус, а у женщин — в два яруса, представляет кожаный четыреугольник, подкладка холщевая, на коже нашиты серебряные гривенники и пятачки. Нижний край „шӳлкеме“ обшит „хурт-пуççи“, остальные же края — мелким бисером в три ряда: внутренний ряд — красный, потом – белый и наконец-черный. Мелким же бисером в один ряд обшит и нижний край. ЩС. Шӳлкеме тăват кĕтеслĕ. Мăйран çакса яраççĕ. А.-п. й. 60. Лайăх юрлама ман шурă шупăрпа çутă шӳлкемем çук çав.

шӳрет

заострить, сделать остроконечным. Изамб. Т. Шалçан пĕр пуçне шӳретеççĕ. М. Сунч. Вара пĕр çăка касса илсе пĕр вĕçне шӳретсе çĕре çапса лартаççĕ. || Оттачивать, чинить (карандаш). Тайба-Т.

шӳреке

остроконечный, острый. Сред. Юм. Шӳреке = шĕвĕр. Шел. 83. Шӳреке тăрлă утă капансем улăх туллиех шăтса тухаççĕ. N. Шӳреке тӳпеллĕ. Сред. Юм. Шӳреке тăрăллă шапка, остроконечная шапка. Янш.-Норв. Пирĕн ял тулашĕнче пĕр ту пур, çав ту çинче пĕр пысăк шӳреке вĕçлĕ чул тăрать. N. Шӳреке сăмсаллă хĕрарăм. || СТИК. Шӳреке пуç, человек с маленькой головой. || Имен-к. Шӳреке, клин, треугольный загон. || N. Шӳреке, хулиган. Нюш-к. Шӳреке = вăрă, мошенник. || Нечистый дух. N. Шӳреке çыхланнă полĕ она (ашкăнакан çынна калаççĕ). N. Шӳрекесем она тĕрткелеççĕ.

шӳрпе

шӧрпе, похлебка, суп. N. Пулă шӳрпи, уха. N. Мухмăр, мухмăр темесен, пулă шӳрпи лартмĕçĕ. N. Купăста шӳрпи, щи. В. Олг. Омла шӳрпи, суп. Пшкрт. Паранкă шӳрпи. Сятра. Купăста шӳрпи, похлебка без мяса, но с маслом или с салом. Паранкă шӳрпи, похлебка без мяса, но с маслом или с салом. Пшкрт. Кĕрпе шӳрпи. КС. Шӳрпе, похлебка, варимая первый раз из мяса заколотой скотины с потрохами: така шӳрпи (с бараниной), сурăх шӳрпи, вăкар шӳрпи, сăхăм шӳрпи (с коциной). Сятра. Аш шӳрпи, мясная похлебка. Юрк. Аш çăвĕсем шывпа пĕрле вĕресе чукунтан тăкăнса сая кайса çухалаççĕ. Шӳрпи çулă, техĕмлĕ пулмасть. Ау З78. Мухмăр шӳрпи – кут муклашки. (Çăмарта). Н. Лебеж. Чипер кинçĕм Варвари, мухмăрларам шӳрпесĕр, туя кайрăм туясăр, сиве шăнтăм арăмсăр, КС. Тăр шӳрпе, бульон. Ib. Яшки тăр шӳрпе анчах (один бульон). Изамб. Т. Пăтта шӳрпе сапса çиеççĕ. Орау. Эсир шӳрпине анчах сыпатăр нихак, çăриперех çыйăр. Юрк. Малтан аш пĕçереççĕ, унăн çулă шӳрпине пĕр савăт çине илеççĕ.

шӳт

шут (балагур). Янасал. Шӳт хĕрĕ шуранкă, шурса кайнă купăста. || Шутка. N. Шӳт = мыскара. Альш. Сире пĕр шӳт кăтартам-и? тет. Лешсем: кăтарт, теççĕ. || Прозвище мужч. Ау З4. Шӳт Иван.

шӳтле

шутовски, в шутку. || Интересно. Альш. „Ан кулăр: хамăр та çаплах пулăпăр ӳссен, ан хăра!“– тет пĕри. „Çапла та, шӳтле вĕт-ха“,— тет тепĕри. Ib. Хай ĕлĕк пĕр шӳтленĕн туйăнакан юлташ япали кăмăла та килекен пулать. Сред. Юм. Пит шӳтле çын мар-и ô, мĕн те пôлса туса кôлтарать-кôлтаратех ô сана, апла кôлтараймасан мĕн те пôлса шӳтле сăмах тôпса калать те, эс такки кôлан-кôланах. || Шуточный, шутливый.

шăйăр

царапать, содрать. Хĕн-хур. Вара вăл урисене шăйăрса юнлантарса пĕтернĕ çăпатисене салтнă та тĕтĕм енелле юлашки вăйĕпе утнă. Юрк. Мăкшă çĕнĕ аттипе урисене ниçта юрăхсăр шăйăрса пĕтернĕ. Орау. Пĕр турат çамкана шăйăрса ячĕ. Ib. Аяка шăйăрса тухрăм (содрал) алăк хыскалчипе. N. Мăйракипе шăйăрать те йĕр тăвать, чĕрнипе пусать те çул тăвать. Этем йăх. еп. пуç. кай. 9. Вавилонĕнсем тăм хăма çине савăл евĕрлĕ паллăсем шăйăрса çырнă. Кан. Çиелтен кăна шайăратпăр пулĕ. Орау. Вăййи хăямач, пĕтĕмпе урая шăйăрса пĕтерчĕç (обшаркали пол ногой). Йӳç. такăнт. 72. Кĕркури нимĕн чĕнмесĕр, шывпа сапнине те туймасăр, пуçĕпе сĕтеле шăйăрса улать. || Размягчать лыко кочедыком или деревяшкой. Слакбаш, Юмансар. Хурамал. Пушăт шăйăрарçĕ (çемçетеççĕ). || Переносно — драть, сдирать. Кан. Чухăн çынсене тырă çиме парса калама çук пысăк проччăн шăйăрнă. Ib. Çийĕнчен 50 пус укçа шăйăрса юлчĕ. Ib. Совет саккунь çĕнтерет, куштансене шайăрать.

шăвăн

двигаться. || Улизнуть, удрать, юркнуть. N. Вĕсем шăвăнчĕç пĕр аяккинелле. А.-п. й. З9. Халь тилĕпе ула-такка Такмак ялĕн анкарти хыçнеле шăвăнчĕç. N. Пуян паллă хăнисем туха-туха шăвăнчĕç. ЧП. Ыраш пусси тăрăх еррипелен шăвăнтăм. А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шатăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăнăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. Ib. 18. Пĕр каçхине, упа харлаттарса ыйха туртнă чух, шăтăкран шăвăнса тухса тарчĕ те, этеме шырама пуçларĕ. Кан. Чикаркки аллинчен шăвăнса тухса ӳкрĕ.

шăкăлтат

стучать. || Шелестеть. N. Анчах пĕр чинар йăвăççи çулçисем шăкăлтатни анчах илтĕннĕ. || N. Шăкăлтат (о буферах вагона). || Тихо и дружно беседовать. Тюрл. Вот он килнĕ хăнисем, пит лайăххăн шăкăлтатса лараççĕ (мирно говорят). Изамб. Т. Шăкăлтатса калаçаççĕ, чинно разговаривают. Менча Ч. Малтан ытла ырă шăкăлтатса калаçаççĕ. Ĕçсе усĕрĕлсессĕн, вăрçаççĕ, пĕр-пĕринпе ятлаçаççĕ, çапăçаççĕ. Унтан нумай та пулмарĕ, кĕç шăкăлтата пуçларĕ. СПВВ. ЕС. Пĕр-пĕринпе лайăх, вăрçмасăр пурăнсан: унăн çемйи шăкăлтатса пурăнать те, епле вĕсен ĕçĕ малалла каймĕ, теççĕ. Изамб. Т. Шăкăлтатса пурăнаççĕ. Мирно живут, согласно. Ст. Ганьк. Çав пăхăр çăмартаран тухнă хур чĕпписем шăкăлтатса калаçса пурăннă пек, Яккупа Улюкка шăкăлтатса пурăнччăр. ТХКА 82. Тек авланма шутламастăп. Шăкăлтатса пурăнатăп ачасемпе. НТЧ. Шăкăлтатса пурăнмалăхне пар. (Из моления).

шăкăлтаттар

понуд. ф. от шăкăлтат. Альш. Ачасем калама çук лайăх пурăнаççĕ, пĕр-пĕринпе шăкăлтаттарса калаçса. Ib. Каяççĕ тухса, кăлтăртаттарса (= шăкăлтаттарса) ураписене.

шăкăр

подр. рассыпанию твердых мелких предметов. Орау. Шăкăр кăларса парать те, кураймастăн унта. Дает (сдачу) грудой, и трудно рассмотреть (фальшивые деньги). Е. Орлова. Шăккăрр мырă сапрĕ. Б. Олг. Ту çинчен нумай вĕт чол тăкăнат, шăкăрр! тет. Т. II. Загадки. Шăкăр пĕр май. (Хурт пуççи). || Подр. выливанию. КС. Шыв шăкăрр юхса туххăрĕ. Ib. Курки тĕпĕ шăтăк та, сăри шăкăрр юхса туххăрĕ. || Дружно, исключительно, сплошь. N. Пур пухăннă хăна шăкăрах тăчĕçĕ. Якейк. Пĕр лакăм топрĕç те, он йĕри-тавра шăкăр пырса ларчĕç. || Сплошной. Шел. П. 49. Пĕтĕм хирте çĕмелпе шăкăр сурат курăнать.

шăкăрт-шăкăрт

подр. стуку, произведенному защелкой калитки. Альш. Тахшин хапха патне килчĕ те хапха сашчулккине шăкăрт-шăкăрт тутарат (стучит). || Подр. стуку, производимому чайной ложкой. Шорк. Чей стакканĕ ăшне пĕр катăк сахăр янă та, шăкăрт-шăкăрт пĕчĕк кĕмĕл кашăкпа пăтратать.

шăкăр-шакăр

подр. разнообразному стуку. СТИК. Чашкă-кашăксене эсĕ пĕрте тирпейлĕ çумастăн-ĕçке, шăкăр-шакăр тутаркалан, çаплипех пăрахан (деревянные ложки и чашка стукаются одна о другую). Сред. Юм. Шăкăр-шакăр! – стук каленьких твердых предметов. Ib. Кĕленчесĕм пĕр-пĕрне пырса çапăнсан шăкăр-шакăр тăваççĕ. N. Çăпалисем шăкăр-шакăр, шăкăр-шакăр тесе пынă, тет. Сред. Юм. Сӳс тӳнĕ чôхне кисĕпсĕм пĕр-пĕринпе лексе шăкăр-шакăр тăваççĕ. Альш. Ача-пăчасем шăкăр-шакăр тăваççĕ. СТИК. Мĕн шăкăр-шакăр сасси çавăнта, ачана вылямалли илсе пани? КС. Качакасам вылянă чухне мăйракисемпе шăкăр-шакăр тутараççĕ (задевая рога за рога). || Ветхий. Утăм. Кивĕ, хăрак, шăкăр-шакăр кимĕсем пĕр-пĕрин çине пырса перĕнсе пăр! каяççĕ. N. Шăкăр-шакăр вут сыппи ĕне ури айĕнче. СТИК. Аякки пĕрчисем шăкăр-шакăр (говорится о тощей лошади). || N. Мелкий. Ма хăвăрт килетĕн уявран? — Эй, шăкăр-шакăр ачасем анчах унта. Альш. Ачи-пăчине, шăкăр-шакăрне пуçтарат та килелле тухат (уезжает). || Сред. Юм. Эп ĕçлеме пăрахăр теччинех шăкăр шакăр (показывает скорость действия) пăрахса ларчĕç. || Ссора. N. Аван пурăнăр, шăкăр-шакăр ан пултăр.

шăкăр-шăкăр

подр, журчанию воды. КС. Вăл çырмара шыв шăкăр-шăкăр-шăкăр юхса выртать. Качалово. Шăкăр-шăкăр шыв юхать, шыв юхать те çĕр юлать, эпĕр юлас иртрĕ пулĕ. Якейк. Шăкăр-шăкăр шу йохать, çĕр çинчен мар, чол çинчен. Ib. Шăкăр-шăкăр томла йохать. || Подр. звону монет. А.-п. й. 60. Шăкăр-шăкăр тенкисем, чăнкăр-чăнкăр тенкисем,— тесе юрлать тилли йăпăлтатса. || Подр. стуку. Толст. Пӳрт патне çитсен, вĕсем унăн алăкне шăкăр-шăкăр шаккарĕç, тет. || Подр. шумному разговору. ЧС. Ахаль чухне çинĕ çĕрте шăкăр-шăкăр шакăртаттарса çиекенччĕ, халĕ пурте чĕлхесĕрсем пек шăппăн, пĕри пĕр сăмах чĕнмесĕр çисе ларатпăр (после того, как пала лошадь). || Сплошь. Г. А. Отрыв. Тевет çинче шăкăр-шăкăрах хурт-пуççи хĕрлĕ сентел çине йĕри-тавра тытнă (пулнă).

шăл

мести, подмегать. Хурамал. Алăкăрсен умне шăлса тытăр панулмисем кустарса выляма. Почаще метите у себя на дворе, чтобы катать яблоки. Лашм. Шур пӳртĕр умне шăлса тытар панулми кустарса выляма. ЧП. Шурă пӳртсем умне шăлса хурăр. Б. Олг. Кил хошшия шăппăрпала шăлса тасатас. N. Кунĕпех урай шăлтăм (мел весь день). Урмай. Карчăкĕ пĕре урай шăлса пынă чух пĕр пăрçа пĕрчĕк тупрĕ, тет. Сем. соч. Вăл ачасен (так!) тула тухса кайсанах, тешурни шăпăр илсе урайне шăлса каять. N. Качака: урампа тапăп, мăйракампа сĕкĕп, хӳремпе шăлăп, тесе калать, тет. N. Шăлсан шăлса ямалла мар, çĕклесен çĕклесе пăрахмалла мар, вăхăт çитсен хăех каять. (Мĕлке). Хош-Сырми. И посрĕç те лартрĕç стул çине, и хырчĕç те пăрахрĕç ман çӳçме, и шăлчĕç те пăрахрĕç çӳп çине. Поставили стул и посадили меня, сбрили они мне волосы, вымели и выбросили их на сорную кучу. Б. Олг. Тавай çак арпая йĕтем çинчен шăлса пăрахăпăр. Сред. Юм. Кô ыраш тăпраллăрах пôлин те, пĕрлех шăлса яр, кайĕ-ха ертел çинче хотăшса. А.-п. й. 55. Анкартинчи сар кĕлетри ырçаран мана шăлса пуçтарчĕç. N. Шăлса кăлар (в печке выметать). НТЧ. Вутти пулсан кăмакине шăлса кăларать те, хай пашалусене, юсмансене пĕçерме кăмакана хывать. || Мыть, чистить. В. Олг. Эп ампар ом шăлас тетĕп вĕри шупа. N. Ялта халăха пуян куштансем хăйсен аллинче тытнă, тĕрлĕ çук законсем хăратса пурăнна; уясра вĕсене улпутсем шăлнă. || В переносном смысле. Орау. Аванах шалтăм! Хорошо поел (чего-нибудь лакомого). Сред. Юм. Ĕнер эпир пôшара карăмăр та, пĕр ôрама çиле май шăлайса тôхса кайрĕ вит. ЧС. Вирĕм тумарĕç те, выльăхсене мур шăлса кайрĕ. || Вытирать, стереть, обтирать, утираться. Пухтел. Тенкел çине шăл, сотри со стула. N. Шăлса ил, обтереть. N. Пылчăкĕсене шăлса илме тарай тутри пулмарĕ. Альш. Саккăрăн-саккăрăн килтĕмĕр те сакăр хаклă тухйипе сак çи пусса шăлтăмăр. ТХКА З0. Тăхти, эсĕ ирхине-каçхине пит çусан, апат çисен, апат умĕн аллуна çусан, эпĕ сана хăвна панă алшăллипе пите-куçа шăл вара. Ман алшăллипе ан шăл, тет ман карчăкăм. О сохр. здор. Пурте пĕр алшăллипех шăлаççĕ. Собр. Пĕр алшăллипе иккĕн шăлсан: вăрçать, теççĕ. СЧУШ. Иккĕн пĕр алшăллипе шăлсан, иккĕшĕ часах вăрçă кăлараççĕ. Юрк. Хăй çав вăхăтрах арăмĕнчен чăвашла калаçса чышкисене шăлма тасарах алă-шăлли илет. КС. Туттăрĕпе мана питрен шăлса илчĕ. Она провела мне по лицу платком. || Замазывать. О сохр. здор. Пӳрт чӳречисене, алăксене йăлт шăлса питерес пулать. Баран. 158. Çурт-йĕр таврашне вĕсем çинçе пĕренерен туса, тăм шăлаççĕ, тулашĕпе шалашне пурпа шуратаççĕ. N. Тампа шăл, мазать глиною. N. Кăмакана питĕрсе тăнпа шăлсах хучĕ (во время „çип хутни“). КС. Кăмака шăл, обмазывать глиною. Ib. Кăмака шăлмалла-ха пирĕн, ытла кăмака тĕпĕсем катăлса пĕтрĕç. Ст. Чек. Кăмака питне шăл. || Заметать (о снеге). N. Çула шăлса кайнă. Дорогу замело (занесло снегом). N. Çула юр шăлса кайнă. Баран. 41. Такăр çула юр шăлса кайнă; çуран çӳрекен сукмака лаках шăлса тултарнă. СТИК. Тăман çула чист шăлса лартрĕ (замело дорогу). Орау. Çула шăлса лартнă кĕçĕр (передуло). Сятра. Çол орлă шăлса лартса та, çолĕ çĕтсе. Подл. Шигали. Аслă çулсем çине юрсем шăлнă (замело снегом). Сред. Юм. Хĕллехи çола тăман шăлать. Зимою дорогу буран заметает. N. Çула йăлт шăлса тухнă, лаша чĕркуççи таран путса пырать. Баран. 86. Кунта ăлавсене шăлса кайни те пайтах пулкалать. Кн. для чт. 10. Пĕчченех ларать çав ял, унти çынсен пӳрчĕсене тăман шăлса кайнă. РЖС. З. Çав çĕрхине хулари çуртсене тăманпа шăлса кайна, урамсене юр вĕçтерсе тултарнă. Ст. Чек. Йĕтеме юр шăлса кайнă (замело). N. Юр шăлса лартать. N. Кӳлле йор шăлса лартнă. N. Кун усал, юр çăвать те шăла-шăла лартать. Нюш-к. Малтанхи юр çĕр çумĕнчен шăлса çусассăн, выльăх хĕнерсĕр (начар) пулать. || Гладить (напр., по голове), приглаживать. ГФФ. Куç умĕнче атте çук, пулсан та пуçран шăлас çук. Нет у меня здесь родимого батюшки, а если бы он и был, то не погладил бы меня по головушке. И. Тукт. Ульяна хăйĕн савнийĕн юнланса пĕтнĕ çӳçĕсене ик аллипе те шăла-шăла якатрĕ те, ăна сивĕнсе кайнă тутинчен чуптуса илчĕ. Ал. цв. 4. Вăл хăйĕн юратнă хĕрне чуп-туса, ачашласа, пуçĕнчен шăлса калать. Юрк. Куçăмран пăхрĕ, пуçăмран шăлчĕ; пуçăмран шăлчĕ, пуçма çавăрчĕ. С. Айб. Салтак патша ывăлне пуçĕнчен шăла пуçларĕ. НТЧ. Хăй пĕр курка шыв ăсса илет те, хур пуçĕ тăрăх шăла-шăла (гладя) ярать. ТХКА 121. Яка пуçлă усламăç мăн сухалне аллипе шăлса илет якатса. Собр. Пăттине çисе пĕтерсен, хырăм тăрăх шăлтăмăр, çаплах куçĕ выçă пулчĕ пирĕн. || В переносном смысле. Сам. 70. Шăлнĕсене вăл шăлать, вырма йăпатса.

шалăн

быть подметену. Ачач 12. Урайĕ шăлăнман. || Утираться, обтираться. N. Çав алшăллипех ун хыççăн урăххисем шăлăнсассăн... Альш. Вăл алшăллипе шăлăнмастăп. Хĕн-хур. Пурте çав пĕр алшăллипе кăна шăлăнса пурăннă. Сборн. по мед. Траххом пăсăк куçлă çывран таса куçлă çынна пĕр алшăллипе шăлăнса пурăнсан ерет. К.-Кушки. Иккĕн пĕр алшăлипе шăлăнма юрамас. Хура-мал. Сирĕн куç-харшийĕрсем йĕпкĕн-хура, халь шăлăнĕ эпир кайсассăн. Ст. Чек. Кăмака питне шăлсан, вилнĕ çыннăн куçĕ шăлăнат, тет. || Льстить. БАБ. Атте хайхи юмăçа шăлăнса каларĕ: „Çынна ырă сунатăн пулсан, пире те тархасшăн тасатса хăварсам (избавь от порчи)“. Шихаз. Пирĕн ăна илтсен, хайскерсене шăлăна пуçларĕç. N. Çыруне пит шăлăнса çырнă хăй (льстиво). Кан. Çĕрне пирĕн çие хăвар, — пырса шăлăнчĕ çыруçи. Çĕнтерчĕ 13. Йăвашшăн, шăлăнса. || Тереться. N. Кушак пуçĕпе ман ал çумне пырса шăлăнать. Кошка трется головою об мою руку. Орау. Пăх-халĕ ĕнтĕ, кушак пек шăлăнса çӳрет, тем пур ман çумра. N. Эсĕ ăна кирлĕ пултăн, вăл сан çумăнта шăлăнса çӳрет.

шăл

зуб. Изамб. Т. Ачанăн шăлĕ шăтсан, ăна малтан куракан çынна: эсĕ ку ачана кĕпе тăхăнтартмалла ĕнтĕ, теççĕ. N. Шăл шăтни, зубопрорезание. N. Шăл тухнă вăхăтра кастарма юрамасть (оспу). N. Вăй çитменнине шăлпа, теççĕ. Альш. Эпĕ хам шăннă, шăлсем хире-хирĕç шак-шак тăваççĕ. Ал. цв. 10. Тӳрĕ хуçанăн хăранипе шăл çине шăлĕ тивмест. Артюшк. Ман пур шăлсам та ыратса ирттерчĕç. Янтик. Сан шăл ыратать-им? (Спрашивают тогда, когда спрашивающий сомневается в болезни, или думает, что у него вовсе не болит). Ib. Сан шăлу сурат-им? (Спрашивают тогда, когда более или менее определяют болезнь человека). Орау. Шăл ыратакан çынсем пыркаларĕç-и? В. Олг. Си шу ĕçсен шăла тиет (ломит зубы, скоро проходит, если после горячего выпить холодной воды). Шурăм-п. Сахăр ан хышла, шăлусем пĕтеççĕ. Букв. 1900. Эй, пăхма анчах илемлĕ-ĕçке! Çи-халь ăна, çăварна пĕр шăл та хăвармĕ! — тесе пырать, тет, хăй нимĕн тăвайман енне. Якейк. Шăл ларттар, вставлять зубы. Çĕнтерчĕ 6. Манăн шăлĕсем те çукрах та, эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Сан шăлсем пиçĕ-ха, эс çак хыт татăка та çимелле. N. Ман икĕ енче икĕ шăл катăлса ӳкрĕç çори таран. N. Катăк шăл. N. Эпĕ хама хам сыхланаймарăм, лаша шăла тутипе персе хуçрĕ. Якейк. Шăл коч тапранчĕ. Зуб расшатался. Н. Лебеж. Хура вăрманта шĕшкĕлĕх, шĕшкĕ тăрри сарă мăйрă, çав сар мăйăра катакан шăлĕ тĕпĕ пушанĕ. Яндобы. Пăт чĕреспе кĕлете кӳртрĕм, ерипе, чӳрече çинче шӳтертĕм, ерипе, увăç тупанпе типĕтрĕм, ерипе, шăл тупанпе хăйăрларăм, ерипе, йĕкĕрлчепе авăртрăм, ерипе. Альш. Ман шăла хурт çиет, шăл сурат. А.-п. й. 30. Вут умĕнче хĕртĕнсе ларакан качака такипе сурăх такине курать те вăл: кусене халех çисе яратăп, тесе, шăлĕсене шатăртаттарса пырать. Ib. 52. Ну халь сана çисе яратăпах, тет шăлĕсене качăртаттарса (кашкăр). N. Микулай çине куштансем час-часах шăлĕсене хăйраса тăнă, час-часах кулнă. N. Хресченсемпе улпутсем пĕр-пĕрин çине шăл хăйраса тенĕ пек тăраççĕ. СТИК. Вăл такçантанпах шăлне хăйраса тăрат та-ха (ждет получить лакомый кусок в виде награды или милости), те пулĕ темĕн. Кан. Çынсем ĕçнĕ чух тата шăла йĕрсе ларас-и? А.-п. й. 88. Шăлне йĕрсе, ахăрса кулса сĕлтрĕ Сахара. N. Шăлна çырт та чăт. N. Ним тума та çок, тӳсес полать, шăла çыртас полать. Сред. Юм. Шăлна çырт, молчи, прикуси язык. Кама 10. Паян темшĕн шăлна çыртнă эсĕ? Сред. Юм. Шăлпа çыртса тортас патне çитрĕм (очень рассердился). СТИК. Шăлне çыртса ларат. Сердится, но удерживается вылить злобу. ГФФ. Шăл хошшинчех усраттăмччĕ. Берег я ее (песню), хранил меж зубов. Ст. Чек. Шăл хушшине хума çăккăр çук. (Говорят о бедности). Вишн. 67. Шăл хушшисене тата шăрпăкпа е йĕппе чакаласан та пăсăлать. Сунчел. Пĕчĕкçĕ чӳне эпĕ пĕчĕкçĕччĕ, шăл хушшинчи мăйăр тĕшĕччĕ. Альш. Çакă тăвансемпе ĕçсе-çини халĕ шăл хушшинче пур пекех. Изамб. Т. Вăл сана час-часах шăл хушшине хĕстерет (шăл хушшине хурат). Микушк. Тăшман шăлĕ хушши сайраран (зубы врагов не коснулись нас). N. Çав шуйттанăн çивĕчĕ шăлĕ айне кĕрсе ӳкес марччĕ. N. Тĕп пултăр – шăлĕ-масарĕ. (Скажет, кто не жалеет зубов). Синьял. Эпĕ питĕ лайăх ӳсрĕм вонçичĕ çула çитиччен, вунçич çула çитсессĕн, çын шăл айне хĕсĕнтĕм. Ядр. Пире апи çуратнă, чул хушшинче çуратнă. Шăхан ту хĕрĕнче ӳстернĕ, çавăнпа эпир çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тухаймастпăр. Сĕт-к. Ял варĕнче çитĕнтĕм, çын шăль (= шăлĕ) айĕнчен тохимарăм. Шорк. Çинĕ чухне шăл айне темĕскер лекрĕ (на зуб что-то попало). Кан. Аран шăл витĕр калаçать. Юрк. Эрех ĕçекеннисем, пĕр чĕнмесĕр, йăл-йăл-йăл шăл витĕр кулса анчах тăраççĕ. Баран. 23. Куç курать те, шăл витмест. Хоть видит око, да зуб неймет. Чураль-к. Каçтăркан çырли çима тутлă, çима тутлă, шăл витмест. Ст. Чек. Аçтăркан мăйăрĕ çиме тутлă, катма тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. Ай-ай, савнă тусăм, хура тусăм, илме тăтăм, шăлăм, ай, витмерĕ. П. Федотов. Ватă карчăкăн мĕне шăл витмест? Ст. Чек. Шăлне çиет. (Говорят о том, кто во сне скрежещет зубами). Полтава 96. Шăл çĕмĕрсе ылхану (скрежет), ăнран кайса калаçу, халăх сасси кăшкăрни, туп янтраса çĕмĕрлни, тупăртатса чуптарни, лаша хуйса кĕçенни – пур енчен те илтĕнет. || Зубец, зазубрина. || Зубья (у пилы, берды, бороны, гребня, чесалки). Ст. Чек. Виçĕ хĕç шăлĕ. || Пальцы шестерни (на мельнице). Сюндук. Изамб. Т. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. || Спицы (у телеги). || Копылья (у саней). Изамб. Т. Çуна тупанĕсем çине шăлсем лартаççĕ. Пазух. З6. Çунаçăм, çунаçăм, ай, сакăр шăл, сакăлтана каймин, ай, юрĕччĕ. || В переносном знач.— зерно. Трхбл. Пĕр шăл тырă та çук. Нет ни зерна хлеба. Ст. Чек. Куштансем мукаçей кĕлетне пĕр шăл тырă хывмарĕç (не дали ни зерна хлеба в общественный магазин). Т. VI. 30. Тăррине чакан пек пар, тĕпне хăмăш пек пар, пуç çумне пуç хуш, шăл çумне шăл хуш. (Из моленья). || Комочек (соли). Якейк. Пĕр шăл тăвар, кусочек каменной соли. Сорм.-Вар. Сыпрăм-пăхрăм шӳрпине, виç шăл тăвар кирлĕ мĕн. N. Вĕсем час-часах пĕр татăк çăкăрсăр, пĕр шăл тăварсăр ларнă. || Штука, единица. Т. VI. Пĕсмĕлле пĕр турă, така пĕр шăл пулсан та, кĕлте çыххи пушă пулсан та, çĕрĕк пăяв пĕр шăл пулсан та, сысна пĕр шăл пулсан та, эсĕ ан пăрах, хаярлă куран кайнă пулсан та, çын çиллисемпе пулнă пулсан та... (Из моленья). || См. тура-шăл.

шăлай

сл. неизв. зн. N. Шăлай вĕт вăл. || Прозвище. Ст. Чек. Шăлай Иванĕ. Енеш-к. Онтах тăта çав ту хĕрĕнче пĕр йомăç карчĕк порнать. Она Шăлай карчĕкĕ теççĕ.

шăлами

вровень с краями, полно. Толст. Шыв шăлами туличчен патша нумай кĕтсе тăнă. Царь долго ждал, пока вода наберется вровень с краями. Сред. Юм. Эпĕ паян шыв пĕр катка шăлами шыв кӳрсе тултарнă. Ib. Витре çине шывва амма чисти шăламиех толтарса лартрăн ôна, вырăнтан тапратсанах кисренсе тăкнать вит ôлă. СПВВ. ФИ. Чашкă тавраш çине хĕррипе тан шыв тултарсан, шăлами тултарнă теççĕ. СТИК. Шăлами тулли. Ib. Шăлами тултар = тулли тултар. Ыраша шăлами тултар тесен, ыраша пăтавкка хĕрринченех тултар тени пулать. Толст. Поликрат чури çав кимĕсене курсан: вĕсене чăнах та шăламиех ылттăн тултарнă, тесе ĕненнĕ.

шăлт

подр. захлопыванию двери (слабее, чем шалт). N. Алăка хăй хыççăн шăлт! хупрĕ. Слегка хлопнул дверью. Орау. Алăкне шăлт! хуппăрĕ. Притворил дверь. || Подр. стуку. Б. Олг. Коропкă эпĕ прахсартăм алăран, шăлт! терĕ. || Шорк. Пăрçа хотаççи шăлт! çорăлать. || В. Олг. Сăмсаран шăлт! шаклатрăм. N. Урипеле шăлт! турĕ. || Совершенно, совсем, как раз, точь-в-точь, точно, ровно. Баран. 97. Икĕ сехетре шăлт кăна икĕ çухрăм турăмăр. Ст. Чек. Вăл ĕç шăлт (как раз) çав уйăхра пулчĕ. Ib. Шăлт кăнтăрла тĕлĕнче акмаççĕ. Ана çине кăнтăрла тĕлĕнче çитсен, кăнтăрла сулăнасса кĕтеççĕ. Кăнтăрла тĕлĕнче аксан, тырă пулмас, тенĕ. Баран. 231. Шăлт çав вырăна лартнă. Юрк. Шăлт карта варрине пĕр çĕре шăпăрпа шăлса тасатат. С. Тим. Тăван, уйрăлатпăр, уйрăлатпăр, шăлт çурмаран улма каснă пек. Ст. Чек. Шăлт çителĕклĕ парса ячĕ. Ib. Шăлт çитрĕ. Как раз хватило. Ib. Шăлт кĕчĕ. Как раз поместилось. Ib. Шăлт тулчĕ. Как раз наполнилось. Тувси. Шăлтах пĕтрĕ. Толст. Вăл шăлтах 12 кĕрепенке тайнă. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 12. Вăл тĕрлĕ чĕрĕ япаласем хушшинчи пурăнăçа шăлт хăй майлă çавăрать. О сохр. здор. Эпир мĕнрен чирленине, епле чирленине тата епле сывă пулса пурăннине шăлтах вĕренсе пĕлеççĕ. А.-п. й. 113. Кайрĕ-кайрĕ, шăлт халтан тухрĕ. Ib. 72. Хуçа тарăхнипе шăлт ăнран каять. Ib. 84. Шăлт хĕнесе пĕтерчĕç. Ала 27. Хайхи генерал Евгения курсассăн шăлт тĕлĕнсе карĕ, тет. Ст. Чек. Шăлт ватăлса çитсен. Ир. сывл. 14. Мăшкăл мухмăрĕ шăлтах хуплатчĕ. Чĕлкаш 10. Вара çакăн хыççăн уçă сывлăш тухас пек, çĕр çинче шăлт лăпкă пулас пек туйăннă. Богдашк. Ĕнтĕ шăлт: вăрăм тумтирĕнчен ярса тытам, тесе пыратчĕ те, лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни.

шăлтăрма

блок (ткацкого станка). ЩС. Шăлтăрма, колеса, на которые вешаются ниченки. Мыслец. Шăлтăрма, вертушки (ткацкого станка). Мочеи. Шăлтăрма, ун çинче кĕрĕ çӳрет. Изамб. Т. Кĕрĕсене шăлтăрмаран çакаççĕ. Сред. Юм. Шăлтăрма, пир вырнĕ çумне çӳлтен çакса яракан, унтан хăйĕнчен кĕрĕ çакса яракан урапаллă япалана калаççĕ. Якейк. Кĕртен çӳлелли япаласене порне пĕрле шăлтăрма теççĕ. Т.-И.-Шем. Шăлтăр-шăлтăр шăлтăрма, шăл хушшисем хавшанă. Токташ. Шăлтăрма, блок для поворачивания мельницы, на конце „арман хӳри“. || Моркар. Шăлтăрма (на мельнице), блок, прибитый к ковшу; через него проведена тонкая веревочка от корытца (алтăркаç) к крутой дощечке (сып яраканни). См. арман. || С. Дув. Вăл карташ варринче сакăрвунă ылтăн юпа пур, кашни ылтăн юпинче сакăрвунĕ кĕмĕл шăлтăрма, чупса пыран ут-выльăха кăкарса кантарма пĕр шăлтăрмине памăр-ши пире? || Сучилка. N. Шăлтăрма – когда лошадь пускают, вĕренĕ ситрелмес, вертится. См. вĕрен шăлтăрми. || Назв. травы.

шăлтăр-шалтăр

подр. сильному, громкому стуку. Сред. Юм. Шăлтăр-шалтăр, стук от деревянных чашек, ложек и т. д. Шорк. Пĕр урапа йывăç чашкă шăлтăр-шалтăр тăкса ячĕ. Утăм. Шăлтăр-шалтăр! кĕмсĕр-кĕмсĕр! сĕтелли тӳнчĕ. || Ск. и. пред. чув. 71. Нарспи икĕ витрипе шăлтăр-шалтăр килет-çке. ГТТ. Шăлтăр-шалтăр (рубка леса). Толст. Çӳлте ман пуç тĕлĕнчех темĕскер шăлтăр-шалтăр-р-р!.. тутарса кайрĕ. Чем люди живы. Алăк хăлăпĕ шăлтăр-шалтăр тунă. || Подр. падению досок. КС. Пӳртӳм хăмисем шăлтăр-шалтăр туса ишĕрĕлсе анчĕçĕ. || Альш. Ытти пекех типшĕм те хыткан кăна питлĕ, çинçе шăлтăр-шалтăр шăм-шаклă çынсемех. Ib. Шăлтăр-шалтăрах калаçмас (не говорит необдумаино).

шăм-шак

то же, что шăмă-шакă. Сред. Юм. Пĕр ватăлсан çыннăн шăм-шак пит ыратать çав. Чума. Шăм-шакĕ йывăрланса çитнĕ (у него).

шăмат кĕпçи

то же, что шăмак кĕпçи. Б. Шатьма, Торп-к. Мыслец, Чертаг. Шăмат кĕпçи, назв. растения, коровка. Яргуньк. Çӳпçе çине çӳпçе, чĕн тăрĕнче шăрчĕ. (Шăмат кĕпçи). Курм. Уй варринчи шăмат кĕпçи, хăнча вырăнче çĕрни пор. Сар та чипер хĕрсене хăнча ялтан кăларни пор. Якейк. Шăмат кĕпçи кĕлеткемч, йот çын касçа каясран ати касса хоринччĕ. Шумш. Пĕр вăхăтри шăмат кĕпçине суйлăр, ачасем, ыррине.

шăмă

кость. Оп. ис. ч. II. Йытă çулла калать, тет: ай, хĕлле пăртан пӳрт туса хăварас-мĕн! — тесе калать, тет; хĕлле калать, тет: ма шăмăран çулла пӳрт туса хăвараймарăм! — тесе ӳкĕнет, тет. Собака раскаивается летом в том, что не построила зимою дома изо льда, а зимою — в том, что не выстроила летом дома из костей. N. Хуп-хуп карта, хуп карта; хуп картара шăмă карта; шăмă картара çӳрен ут. (Чĕлхе). Бюрг. Чĕрĕ шăмă шăнăçат. (Послов.). Букв. 1900. Пырăра шăмă ан лартăр. Ib. Пĕр йытă шăмă хыпнă, тет те, каçма тăрăх каçать, тет (несла собака кость через мост). А.-п. й. 44. Хăй çавăнтах ăна кышласа пĕтернĕ шăмă татăкне ывăтса парать. N. Халь ман ӳт-тир çук, пĕр шăмă анчах. Шурăм-п. Пуклак карчăк вăл вăхăтра çип çине шăмă çыхса юмăç пăхма тытăннă. СТИК. Ахтар, паян сивĕ-çке, чис шăмма витерет (пробирает насквозь). Ск. пред. чув. 19. Вĕсен шăмăсăр чĕлхисем темĕн-те-пĕр пуплеççĕ. Альш. Тинкерсе-ăмсанса пăхакана курсан: куçна хăрăк шăмă, тесе тăрать вăл хăй ăшĕнче. Собр. Йăвăç турттарать, шăмă ватса ярать, йĕпе Мартин тирпейлесе ярать. (Яшка çини). N. Йыттăн çăварне шăмă кĕрсен, калла тухмасть, теççĕ. Кама 44. Сăптарса ярăп акă питĕ лайăх кăна, тĕнчене кам пăснине курăн вара çавăн чухне. Тух кунтан шăммуна ислетиччен! ГФФ. Ĕнсе шăмми ленчешки кăмака омĕнче тăрийман, хонямĕшне йорийман. Та, у которой слаба затылочная кость, не могла стоять у печки, не могла угодить свекрови. Кан. Янах шăмми те тыттарать. Букв. 1900. Ӳт чĕлхенĕн шăмми çук, чăн сăмахăн суйи çук. Н. Лебеж. Эпир пĕчĕккĕ чух айванччĕ, шыври шурă пуллăн шăммиччĕ. Регули 1273. Шăмми япалипе çиса янă. N. Шăмми çинче ӳчĕ пулман. На костях уже не было мяса. || Сред. Юм. Инен ыран-паян пăрулас чохне хыçалти шăмми уйăрлать, çавна: шăмми талнă, ине пăрулать теççĕ. || Ст. Шаймурз. Шурă хур шăмми хута хуратат. || Трхбл. Кăмака çинче асанне шăмми выртат. (Вут сыппи). || В знач. родства. СПВВ. Пĕр шăмăран пулнă. || Твердые стебли сена. Кив-Ял.

шăмăр

то же, что шăмал? N. Апашсем, Шăмăшсем шăмăрса хусканчĕç. Йĕршшӳ çинчи улăха пĕр-пĕрне валеçрĕç.

шăмпăрт

подр. звучному бултыханию воды в реке. См. шампăрт. А.-п. й. 2З. Упа, така мĕлкисене курсанах, шăмпăрт! шыва сикет. Н. Мадики. Пĕр шыв хĕрĕнче лоткă курнă та, кĕрсе выртнă çав лоткă айне. Выртнă чухне темĕскер шăмпăрт тутарса сиксе хăпарса ларнă лоткă çине. Ib. Выртнă чухне (когда он лежал) темскерсем шăмпăрт тутарса виççĕн хăпарса ларнă лоткă çине. См. МКП, 78.

шăн

замерзать. N. Витрери шыв шăнса ларнă (совсем). N. Витрери шыв шăнса кайнă (не совсем, но значительно). Витрери шыв шăннă (только подернулась льдом). Орау. Шывпа шăнса ларнă вулашка. Альш. Акă ĕнтĕ мĕн тумалла, ку шуйттан пăр çине шăнса ларчĕ. Янтик. Кантăр кӳлли пĕтĕмпех шăнса ларнă. Шурăм-п. Хĕлле, Атăл шăнсан, ку ял витĕр пысăк çул иртсе кайнă. N. Ку пĕвесем шăнаççĕ-ши, шăнмаççĕ-ши кăçал?... N. Кӳл лайăхах шăннă, çуран çынсем урлă çӳреççĕ те ĕнтĕ. Орау. Кӳл шăнса ларчĕ. Ib. Пĕвесем шăнчĕç. Ib. Пĕвесем шăнса ларчĕç. Баран. 82. Шурлăхсем, тĕпсĕр кӳлĕсем шăнса хытса лараççĕ. Букв. 1900. Çăрттан чăмах пырать, пăрĕ шăнах тăрать. Б. Янгильд. Çапла пĕрре, пăр шăннă-шăнман, ачасем тимĕр тăрмалапа ярăнма тухнă. Т. IV. Çуркунне çуртсем хĕрине шăнса ларнă пăра çĕмĕрсен, тепĕр хут шăнтать, теççĕ. N. Сирĕн чӳречĕрсем халĕ те ĕлĕкхи пекех шăннă. На окнах вашей комнаты такой же мороз, как и прежде. Баран. 166. Çурçĕр енчи пайĕ (Сибири) ялан шăнса тăрать. N. Шăннă çĕртен ăшăтрĕ. СТИК. Шăннă выльăх тĕрĕнсе кĕрет (животное от холода съеживается). Сред. Юм. Шăннă йывăç пик мĕн пăхса тăратăн ôнта! Юрк. Ĕнер те эсĕ, ыйтсассăн, нимĕн пĕлмесĕр, шăннă юпа пек тăтăн. Ib. Вăл вилсен каллех шăннă юпа пек тăрса юлтăм. Скотолеч. 28. Шăннă улма, мерзлый картофель. || Мерзнуть, зябнуть. Çĕнтерчĕ 48. Асту, ан шăн. Толст. Эсĕ кĕрĕкне тăхăн, капла шăнса пăсăлăн. Альш. Ухат кăна, чӳхет — кĕпе çăват, унăн алли епле шăнмаст-ши? N. Манăн ун чухне ура шăнчĕ те, киле таварăнтăм. Букв. 1900. Ивана сăкманпа вит: вăл шăннă. Изамб. Т. Çуран юлни çитмĕ-ха ул, сивĕре арăмпа иксĕмĕр те шăнса кайăпăр. Баран. 79. Малтанах пит сивĕ кунсем пулчĕç. Мĕн те пулсан майлама алла кăларсан, пурнесем шăммине çитех шăнса каяççĕ. Кан. Шăнса хытса кайнă (замерз), ним калаçми пулнă. Т. VI. 29. Сивве шăнса килекене ăшăтса ямалăхне пар. СТИК. Слабого человека, который скоро зябнет, у нас называют „шăннă кучан“. А.-п. й. 29. Такасем сиве шăна пуçларĕç. Ib. 21. Такасем, пĕр-пĕринпе тĕкĕшессине манса, шăнасран çапă пуçтарса вут хунă. || Стынуть, застыть. БАБ. Тăхлан чашкă çинче пăшал майлă шăнса ларсан, каччă пулсан, хăй салтака каят, тет. (Çĕн-çул каç). Орау. Темскер, ман çурăм шăнса ыратакан пулнă-ха. У меня продуло спину. N. Шăнса пăсăлнă, простудился. Юрк. Шăннă çу час ирĕлĕ-и-халĕ? (хотя бы и летом). || Обледнеть. ГФФ. Хомăш котне пăр шăнсан, хĕл полнине тин пĕлчĕç. Только тогда узнали, что наступила зима, когда обледнели комли камышей. || В перен. знач. Юрк. Мускавран пĕр хут та илӳ çук, те масар яраймасăр шăнса тăраççĕ. Кан. Теприсен ку хушăра чĕлхисем шăннă (не смеют пикнуть). N. Начар çынна шăннă карăш теççĕ. Сред. Юм. Шăннă пуç, дурак, непонятливый. Альш. Çын патне пырсан, шăннĕ çăвар (неповоротливый, недогадливый, ротозей), нимĕскер те калаймас. Ст. Чек. Шăннă çăвар пек нимĕн те калаймарăм. Ск. и пред. чув. 50. Ан та шухăшлăр шăннă ĕç çинчен! N. Шăнса ларчĕ (дело не выгорело, не удалось). N. Манăн унта (за ним, у него) пилĕк тенкĕ шăнчĕ (пропало, нечезло и пр.). Кан. 2000 тенкĕ шăнатех-ши? Ст. Чек. Вăл япала унтах (у него) шăнчĕ пуль ĕнтĕ (остался предмет у кого-либо безвозвратно).

шăн

мороз. N. Шăн = сивĕ. ТХКА 72. Çуркунне пĕр ирхине шăн çинчен эпĕ вăрмана шĕшкĕ кăчки сăтăрма карăм. Орау. Пĕренесене ыран шăн çинчен куçарса пăрахăпăр (перевезем по морозцу, т. е, утром). Яргульк. Çын кĕркунне тин шăн çинчен тулă кĕлтине тияма пынă. Якейк. Шăн çинче (по мерзлой земле) выльăхсам уçăлса çӳреççĕ Орау. Шăн ирĕличчен (пока не расстаял утренний ледок, пока не развезло) кайса килес. Шурăм-п. Ирпе хĕвел тухать, Ирхи шăн ирĕлмен-ха. Çутт. 42. Шăн ирĕлсе йĕтем пăсăлаччен авăна çапса пăрахас тесе, васкаса ĕçлетпĕр. Толст. Шăнпа çурăлакан пĕренесем шартлатни. Шорк. Шăн тытăннă. Подморозило (на улице). Имен. Пĕр эрне шăнтмарĕ, халĕ ĕнтĕ шăна карĕ. Целую неделю не морозило, а теперь уже начало морозить. ЧП. Сăсарпала тилле йĕрле-йĕрле шурă парсуй урине шăн касрĕ. N. Алла шăн касрĕ, обрезал замерзшим снегом, льдом. || Мерзлый. Çутт. 42. Шăн йĕтем çинче тăпачă сасси аякка каять. Шорк. Шăн пилеш. (Ягоды рябины собярают на зиму и хранят в холодном месте). Их едят в замороженном виде, (которые освежающе действуют на угоревших). Ib. Шăн олма. (Собирают яблоки диких яблонь и хранят так же, как и ягоды рябины, в холодном месте). Чураль-к. Çичĕ çул выртрăм пĕр варта шăн йывăç кăшласа. О сохр. здор. Çуркунне те, çĕр шăн чухне, çавнашкалах çара уран тухас пулмасть. N. Çĕр шăн тăрать. Полтава 25. Ку кам каять юланпа капла шăн çĕр вăхăтра? Сам. 19. Пĕр çĕвĕсĕр шăн пĕлĕт çанталăка тăвăрлать. Кĕвĕсем. Аттепелен анне килĕнче шăн çурта пек (сальная свеча) пӳме ӳстертĕм. || В переносн. значении. Сред. Юм. Шăн пуç, глупый, то же, что шĕмă пуç.

-шăн

послелог: за, из-за, для, ради и т. д.; пишется слитно с тем словом, которым управляет. См. -шĕн. КС. Маншăн ал пус. N. Михала пичишăн та салам яратăп. Юрк. Вĕсем (они) паян саншăн пулĕçĕ, ыран маншăн, тепĕр кунне тепĕриншĕн. Ib. Хулари ывăлĕ Карачăм патне час-часах укçашăн (за деньгами) кайса килеççĕ. N. Мускав хуçисем, панкăрут пулнă çыннисем патне укçашăн килсен, нимĕн те илейместчĕçĕ. N. Хăяршăн анчак кайрăн-и? Регули 1093. Вотăшăн кайни анчах. Чăв. еп. пур. З2. Çыншăн сывлăхран хаклă япала çук. Альш. Пĕр-ик çавра юрăсем юрласшăн хăвараймăп сирĕн те кăмăлра. N. Ху мана юратнăшăн та пулин ăна асту, лайăх пăхса усра. Урмай. Çакă ялăн çул вăрăм, çул вăрăмшăн килмерĕмĕр, хĕр вăрăмшăн килтĕмĕр. N. Пуç ыратнăшăн амаль илсе килтĕм. || С будущим причастием составляет форму супина и обозначает намерение и цель. Регули 273. Эп паян каясшăн марччĕ. N. Вуласшăн, намереваться читать.

шăна

муха. N. Эпĕ унăн пысăклăх хутлăхне шăна тытса ятăм. Шăна чир. сарать З. Старик калать: шăна-шăнах ĕнтĕ вăл, мĕн калаçмалли пур ун çинчен? N. Пӳртре шăнасем нумайлана пуçларĕç-ха: шăна пĕтермелли илмелле пулĕ. N. Шăна пек çыпçăнать (о привязчивом). Орау. Шăна пек çантах тăрăнать (когда любит пить чужое). Ст. Чек. Шăна çиен. (Так называют скупого). Сред. Юм. Шăна патши, пĕчик ачасене: начар эсĕ, тессине, шăна патши пик, тесе, вăрçтараççĕ. || Комар. Шумерля. Шăна çыртать. || Пчела. Мереш-поç. Пирĕн ялта шăна тытакан (пчеляк) пĕр çын пур та, унăн пыл те пур, те çук – пĕлместĕп. || Назв. игрушки. См. шăналла выляни. Çĕнĕ Кипек. Шăнана ак çапла тăваççĕ: пӳрне тăршши яхăн патакăн пĕр пуçне шĕвĕртеççĕ те, çав шĕвĕр пуçĕнчен çуррине яхăн картаççĕ, вара шăна пулса тăрать.

Шăналăх

назв. местности. Юрк. Тораево. Ядр. Шăналăха карăм кайăка, пĕр кайăк та тытимерĕм.

шăналла выляни

назв. игры. Çĕнĕ Кипек. Шăналла вылянă чухне арçын ачасем анчах выляççĕ. Шăналла выляс пулсан, пĕр патака (шăна юпи тиекенскерне) тăршшине пĕр аршăн яхăн хăварса, çĕре çапса кӳртеççĕ те ун çине шăнине лартаççĕ. Вăл шăнана ак çапла тăваççĕ: пӳрне тăршши яхăн патакĕн пĕр пуçне шĕвĕртеççĕ те çав шĕвĕр пуçĕнчен çуррине яхăн картаççĕ, вара шăна пулса тăрать. Вăйине тапратас умĕн пурте, кам выляс тиекен, пĕр туя çинче шăпа яраççĕ. Камăн алли аяла юлать, çав вара хуралç пулать. Унтан вара хуралçи шăна юпи патĕнчен пурне те чикĕсем виçсе парать те аякалла кайса тăрать. Лешсем туйисемпе пемех тытăнаççĕ вара. Шăнине персе ӳкерсен, хуралçи уна каялла илсе хурать юпи çине. Перекенсен туйисем персе пĕтнĕ пулсан, шăни ӳксенех, часрах туйисене илме чупаççĕ; персе пĕтмен пулсан, переççĕ. Перекенсем туйисем патне чупнă чух, хуралçи часрах шăнине лартать те, пĕр чиккине йышăнса тăрать вара. Перекенсенчен хăшĕ кая юлать, çав хуралĕç пулать. Тата çав вăхăтрах хуралçи шăнине час лартаймасан, перекенсем часрах хăйсен чиккисене тăраççĕ те, хуралçи вара каяллах хурала юлать. Хăш чухне ак çапла пулать: перекенсем туйисене йăлт персе пĕтереççĕ те юпине тивретимасăрах юлаççĕ. Çавăн пек чухне хуралçине пит аван пулать: лешсем туйисем патне чупнă чухне, вăл йăпăрт анчах пĕр чиккине йышăнса тăрать. Лешсенчен хăшĕ кая юлать, çав хуралĕçе юлать. СТИК. Шăналла выляни — игра в мухи. Ставят кол, к колу приставляют чурку и издали палками кидают в этот кол.

шăнар

норовить. N. Хĕнеме шăнарса тăрать, норовит бить. N. Ашшĕ умĕнче çилпе (= çилĕпе) тулса шăнарса тăрать. N. Ывăлĕ çапла çиллине шăнарса тăрсан та, ашшĕ майпа, сапăррăн калама тытăнать. N. Вăл пĕр çиллине шăвара пуçласан, темĕнтен те тискер. || Подавлять. Стюх. Çиллине шăнараймасăр çӳрет. Ходит, будучи не в состоянии умерять, подавлять свой гнев. Ib. Çиллӳне шăнараймасăр çиленсе çӳретĕн. Якейк. Хун ĕссĕрне хăва шăнаримастăн; ĕссĕр полсан та, ĕссĕре шăнарса (палартмасăр) çӳрес полать. Ст. Чек. Çиллине шанараймас, çиллине ниçта хураймас. Не знает, на ком сорвать свой гнев. Сĕт-к. Çиллине шăнаримасăр çапла хăтланать вăл. || Отнять, присвоить. Начерт. 203. Толст. 31. Пуринчен ытла эпĕ червончик шăнарнинчен хăраса пыратăп. СПВВ. НН. Шăнар — пĕр-пĕр япалана вăрласан тунса хăтăлни.

шăнăр туртни

судороги. К.-Кушки. Урана шăнăр туртат. Ногу сподит (судороги). О сохр. зд. Алли-урисене шăнăр туртса куклетсе лартакан пулать (у отравившегося спорыньею). Чума. Унтан темĕн тĕрлĕ çыннăн алли-урине шанăр турта-турта пĕр çĕре пĕтĕçтерсе асаплантарать. О сохр. здор. Шыв ĕçнĕ чух карланкине шăнăр туртакан пулать. N. Ул шыва кĕнĕ чухне урине шăнăр Туртнă та тухаймасăр вилнĕ. Скотолеч. 10. Урисене (у него) шăнăр туртать. N. Урине шăнăр туртса лартнă. У него свело ногу. N. Шăнăр туртнă арăм.

шăнăç

поместиться, занять достаточное место, разместиться (при тесноте). N. Ку пӳрте пурте шанăçас çук. В этой избе всем не уместиться. Золотн. Пĕр килте номай хĕрарăм шăнăçаймаççĕ, шăнăçса порнаймаççĕ. Если в одном дому много женщин, то им тесно. Сред. Юм. Епле шăнăçăпăр. Как мы там поместимся. Ib. Шăнăçаймассинчен хăрап. Боюсь того, как бы им мест не мало было. Зап. ВНО. Уя шăнăçĕ, вăрмана шăнăçмĕ. (Суре). Чув. календ. 1910. Йĕп вĕçне çав пĕчĕкçеççĕ япаласем темиçе çĕр миллион шăнăçма пултараççĕ. || Поступать на место; влезать. Юрк. Наян çынсем, слушит тăвас теменнисем, пурте çавăнта шăнăçаççĕ. || Скрываться. Золотн. Начар ăслă çын ниçта та шăнăçмасть. Злоумышленник нигде не скроется. || Угомониться. N. Самана шăнăçса кайнине курса пулĕ-ши?

шăнкăр

подр. звону колокольчиков; подр. звону монет. Алик. Шăнкăр укçа пăрахса хăварчĕç, тит (козы). Альш. Акă туй çунисем шăнкăр! шăнкăр! туса килеççĕ, тет. Ib. Шăнкăр та пĕр шăнкăр, ай, килтĕмĕр, çывракан арăмсене вăратса. Пазух. И шăнкăр та шăнкăр, ай, килтĕмĕр, ăшă ăйхăсене вăратса. В. Олг. Шăнкăрр! || Подр. журчанию. N. Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать. || Совершенно. Н. Карм. Шăнкар уяр. Совершенно ясно. ЧС. Çывăрса тăрсан, эпĕ витерен утă çинчен тухрăм та, çăмăр та чарăннă, каç та пулнă, тата шăнкăрах уяртнă. N. Шăнкăр кăна уяр хĕвеллĕ кун. См. МКП 42–43.

шăнкăртат

звенеть. Сред. Юм. Хушпури тенкĕсем ташланă чухне шăнкăртатаççĕ (звук монет). Сĕт-к. Шăнкăр-шăнкăр шелешин шăнкăртатни килĕшет. N. Эп кушелкене, шăтăк мар тесе, тытрăм та, шăтăкĕнчен окçасем шăнкăртатрĕç — тохса ӳкрĕç. Звук монет при падении на пол. N. Пĕр тухьяри тенкĕ пек шăнкăртатса çӳрерĕмĕр. КС. Шăнкрав шăнкăртатать (звенит) Б. Олг. Пĕкке шанкра çаксан, шăнкăртатса каят. КВИ. Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав шăнкăртатать çулпала: хĕр туй килет çĕмĕрсе урам тăрăх ялпала. || Петь (о скворце). Н.-Якушк. Пӳрт пуçĕнчи шăнкăрча ирхине тухса пăхсассăн, шăнкăртатса ларатчĕ. || Журчать (о ручье). ГФФ. Шăнкăртатса шыв юхать. Журча течет (студеная) вода. КС. Шыв шăнкăртатса юхать (более или менее звонко). Хош-çырми. Хамăр çĕртен-шывран тохнă чох шăнкăртатса йохать солхăн шыв. При выходе на нашего родного места с журчаньем течет студеная вода. Альш. Хура вăрман хыçне юр çунă, шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Алешк. Анкарти хыçĕнче çерем çинче шăнкăртатса юхать юр шывĕ. Ст. Шаймурз. Анкарти хыçĕнче çӳл ту çинче шăнкăртатса выртат юр шывĕ. || Говорить (о ребенке). N. Кунĕпе шăнкăртатса çӳрет.

шăнкăрав

колокольчнк, бубенчик. N. Шăнкăрав = шанкра. N. Шăнкăрав = хăнкăрав, хăнкăрах. КВИ. Ав шăнкăрав янăрать, Силпиеле чуптарать. Ачач З8. Шăнкăр-шăн-кар-р-р! шăнкăртаттарать шăнкăрав. Султангул. Аслă çул хĕррине те, ай, тухрăр-и? Кĕмĕл шăнкăрав сассине, ай, илтрĕр-и? Хурамал. Çуртăрсемех çӳлĕ, урамăрсем аслă, тунсăх мар пулĕ шăнкарав сассисем. Дома у вас высокие, улицы широкие, — надоело, поди, вам звяканье (ямщицких) колокольчиков. Альш. Хупах шăвкăравне шанкăртаттарат та, ку çынна тăратса хăварса, хăй аяккарах кайса тăрат. N. Суккăр шăнкăрав пек шанкăртатать. СТИК. Сасартăках пĕр шăнкăрав сасси илтнĕ те часрах арман пӳртне тарса кĕнĕ. Ку шăнкăрав улпут пулнă. Орау. Ĕлĕк, шăнкăрав сассине илтсессĕнех, тара-тара пытаннă, тет (чуваши), шиналлă урапа йĕрне курсан та пытаннă, тет. Кан. Кĕтӳрен юлнă качака мăйракинчи шăнкăравне янлаттарать. Орау. Станувуй пĕр мăн шăнкăравпа анчах çӳрет. Ст. Чек. Шăнкăравлă хут купăс.

шăнкрав

колокольчик. См. шăнкăрав. Н. Яха-к. Синьял. Йăс шăнкрав пек сассăм пур, купăс майĕпе çаврăнать. ГФФ. Мăшăр шăнкрав кам çакать? Кто вешает пару колокольчиков? Ib. Мăшăр та шăнкрав çакас мар... Не надо вешать пары колокольчиков... Коракыш. Хура пĕкĕ кăмăлне йĕкĕр шăнкрав çакрăмăр. Пазух. Хура пĕкĕ кăмăлне пĕр пар шăнкрав çакрăмăр. М. Сунч. Ун чухне юмăçсене турра йăлăннă пĕк йăлăнатчĕç, вĕсене юмăç пăхма тесе шăнкравпа илсе çӳретчĕç. Ст. Чек. Ан янăраттар шăнкрава, хăлхана çурат.

шăп

подр. тишине, подр. утиханию; тихо. N. Пирĕн тĕлте нимĕçсем шăп тăраççĕ. Ашшĕ-амăшне. Шăп çеç тăраççĕ. ЧС. Пĕр чĕнмесĕр шăп кăна тăрăр. N. Хуçи тухса кайсан пӳртре шăпах пулаççĕ (затихают). N. Йăлтартатса çутатса шăпах ларать мăнастир. N. Унтан вăл икĕ минут шăп пулнă. Дик. леб 34. Унта пит шăп пулнă, Елиса хăй утнине хăй те илтсе пынă. Йӳç. такăнт. 52. Шăп пул! Изамб. Т. Ул сасă, салтаксем тухса кайсан, шăп çеç пулат. Утăм. Шăп пул... мальччет! N. Порте шăп полчĕ. Все стало тихо. Туперккулёс 7. Анчах иртсе кайсан, шăпах пулаççĕ — кайран пĕр çын та чирлемест. Полтава. Шăп чарăнчĕç. Смолкло все. || Тихий. Ск. и пред. чув. 17. Сиктереççĕ сиккипе шăп сывлăша янăратса. N. Кил часрах, мĕн унта шăп карăк пек пăхса тăратăн. || Ровно. N. Шап çулталăк çитрĕ. Янтик. Шăп кăнтăрла çитрĕм. Пришел ровно в полдень. N. Çук çул пĕтни шăп çирĕм çул, ун сăмахи ланах çитсе ларчĕ. N. Пырсассăнах çырмаран ăса-ăса улăхса хĕрĕх витре шăп яраççĕ. (Питĕркке шăтăкĕ). Ск. и пред. чув. 20. Шăмăш автанĕ авăтать, шăп çур-çĕре пĕлтерет. N. Шăп çур-çĕрте килчĕ. Ачач. 99. Хĕвелтухăç еннелле пăхса, умне шăп пĕр хут хĕрес хурса илет те çиме тытăнать. || Как раз, в самый раз. Скотолеч. 5. Пур чунлĕ япалан та юнĕ шăп хăйне кирлĕ таран анчах пур. Букв. 1900. Шăп ыраш вырса пĕтнĕ вăхăтра пирĕн Марук сасартăк чирлерĕ те, йăлт тĕсĕнчен ӳкрĕ. N. Эпĕ ана чулпа шăп çамкинчен лектертĕм. Пазух. Улт уралă капан шăп варинче пĕр сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм. N. Уйăрлатпăр, тăван, уйăрлатпăр, шăп çурмаран çурнă улма пек. N. Воевотăн тусĕсем ун сăмахне илтсен, çĕрĕç урхан шăммисем пĕрре алла шăп лексен. Дик. леб 5. Шăп çав вăхăтра. N. Чăвашсем тырă шăп пулса çитиччен вырмаççĕ. N. Иосиф тĕрмере хĕн пурăнăçра шăп ӳссе çитĕнсе пысăк çын ăсĕ кĕричченех ларнă. Толст. Сире йытăсем шăп хуса çитсе тытас чух, эсир хӳрĕре пĕр енелле пăратăр та, йытă та сирĕн хӳрĕр хыççăн пăрăнать. Хăр. Палля. 4. Кайран пĕрерĕн-икшерĕн кĕрсех халăх шăп тулчĕ. N. Шăп (яр) çутăлкчченех. Утăм. Куштан алли, хаяр кӳсек ăна лексен, шăп ăнсăрлатнă. КС. Шăп чунĕ тухичченех. N. Шăп чĕрĕлсе çитичченех. || Очень. М. Тув. Ыраш çулĕн майракай шăп шулака çитĕнет, пирĕн, ялăн хĕрĕсем шăп шулака çитĕнеç. N. Эпĕ мар, пур çынсем те шăп тĕлĕнетчĕç вăл çапла чупса çӳренинчен. Малт. шк. вĕр. фиç. 92. Пур фоккус та шăп юнашар выртнăран, шур хут çинчи кĕлетке татăкăн-татăкăн ӳкмест — илемлĕн тикĕс ӳкет. || Все, всё. Б. Олг. Ну, тет, сан ачасем шăпах пор-и (все ли на лицо)? — тет. Эп калатăп: шăпах пор. Регули 241. Тытманни çок, шăпах тытнă. Истор. 127. Шăп вилсе пĕтичченех. Кан. Анчах халĕ пĕр пус та çук, шăпах тавар çинче тăрать.

шăп-шап

подр. неодинаковому стуку, напр., палкой, топором, по дереву. Е. Орлова. Ачасем сапор çомне шăп-шап тутарса пыраççĕ (патакпа). N. Тата саламачĕсемпе хапха çине шăп-шап тутарса çапаççĕ. КС. Йĕрле вылянă чухне (в жгуты) пиçиккисемпе шăп-шап çапаççĕ. СПВВ. Шăп-шап тăвать, шаплатать. Якейк. Йĕкел çилпеле шăп-шап ӳкет. Шел. 76. Пуртă сасси шăп та шап шатăртатса çех тăрать. Тюрл. Шăп-шап тутаркала илчĕ; шăп-шап эрни кĕчĕ полас, маткипе çапкалашса илчĕç. Сред. Юм. Пысăк япаласене пĕр-пĕринпе çапăнтарсан, шăп-шап тунă сас илтĕнет (напр. деревянные шары).

шăп

жердь. Тюрл. Шăппалан карта тытатпăр. N. Шăп çине йăванса кайса тăрăннă янах аяккинчен. СПВВ. ФВ. Шăп = шерте, шалча пек вăрăм. ЧС. Пире халăх (на пожаре): ача-пăча ахаль тăриччен хуть çак шăпсене сĕтĕрĕр, кайран вута хутма юрĕ, терĕç. Сред. || Юм. Итемре шăппа ôлăм çĕклесе пыраттăмăрччĕ, хыçалтан çĕклесе пыраканни шăпне лат пăрахрĕ, алла пит ыраттарчĕ. Ib. Итем варĕнчи олăма пĕр çĕре пуçтарсан, шăппа çĕклесе илсе тохса каяççĕ, она вара: пĕр шăп çĕклесе тохнă, теççĕ.

шăпа

жребий, судьба. Сред. Юм. Шăпа яр, бросать жребнй. N. Шăпа сиктер, бросать жребкй. Изамб. Т. Валеçнĕ чухне (луга) шăпа сиктерсе çӳресси пит аван. Кан. Кашни ана çинче шăпа ярса пыраççĕ. Сред. Юм. Шăпа ани — шăпа ярса тохнă ана. Баран. 173. Çамрăк ачасемпе çамрăк хĕрсем, шăпа ярăр. Юрк. Çак ялта пĕр маттур хĕр, пур ачасем ячĕç шăпана. Орау. Шăпине патак тăрăх алă тытса тухса яраççĕ. Сред. Юм. Ертелпе япала кăшне (= хăшне) тохать тесе, патакпа шăпа тытаççĕ. N. Шăпа тытаççĕ, тет, кама малтан кайма тивет. N. Ывăлĕсем шăпа тытаççĕ. Альш. Шăпа тытаççĕ, тет те, аслă ывăлне тухат, тет, сыхлама. N. Манăн шăпам чи лайăх çĕре тухрĕ, манăм çĕрĕм пит кăмăллă. N. Стражниксене е вырăнти çынсене вĕлерме тытăнсан, эпĕ вулăсран хресченсене илĕп те, шăпа тăрăх пăшал пертерсе вĕлерттерĕп, тет. N. Шăпа кантри. N. Манăн шăпа кая юлчĕ. N. Эпĕ тăрап кивĕ шăпапа. Тобурд. Эсĕ кив шăпана юлнă çын. Ты оставленная на старый жребий. (Так говорили про девушку, которую раз украли, но отец не дал, и она, таким образом, всталась старой девой). Изамб. Т. Пирĕн камсемпе шăпа? Кукша Йăкăнатсемпе. Ху каларăн çавсемпе пулма. (8 душ, которые получили общую часть лугов). || Çĕнтерчĕ 38. А-а-а! лекрĕ! Шапи тулчĕ. Чăв. юм. 1919, 23. Çав чух-ха ăна. Хăй чиперрипе тек çиçсе çӳретчĕ, пĕтрĕ ĕнтĕ! Шăпи тулчĕ. Янтик. Кĕске çаран утине кăçал çулас теменччĕ, шăпи тухрĕ — мĕн тăвас. || Счет. || Бирка. СТИК. Тир тума парсан, е улача пĕветме çаптаркка çаптарма парсан, шăпа туса парса хăвараççĕ. Золотн. Шăпа, жребий, доля, участь, участок.

шăпăрт

подр. плескапью воды. N. Ачи аллине витре çине чиксе янă та, шыва шăпăрт, шăпăрт тутарать (плещет.) || Подр. утиханию сложного звука. См. МКП 97. || Тихо. Чăв. юм. 1919, 19. Шăпăрт. Пĕр сасă-чĕвĕ те çук. Сам. 56. Тепĕр енче, сăртламара, шăпăрт ларать пысăк ял. N. Вĕсене ялан: мĕн хушаççĕ, çавна ту, шăпăрт пул, хушнинчен нимĕн те ытла ан ту, теççĕ. КС. Шăпăртах пултăмăр (замолкли), çĕр сăмаха çитрĕмĕр пулĕ. N. Чăвашсем, çĕр çинчен калас тенине илтсен, пурте шăпăрт пулса тăнласа тăнă. Юрк. Тĕттĕм пулсан, шăпăрт кăна пулса пурте выртса çывăраççĕ. || Совсем, совершенно, окончательно. Тюрл. КС. Çăнăх шăпăртах пĕтсе çитрĕ, ыран темрен пĕçерес çăккăр. Кан. Вĕсен чăн çиелти, тырпулла кирлĕ сийĕ шăпăртах çырма шывĕсемпе кайса пĕтет. N. Ман япаласене шăпăрт аннене кайса паратчĕ. Кан. Пуçне чикнĕ те, шăпăрт сас та кăлармасть.

шăпăрттăн

тихо. Шурăм-п. № 16. Кил-йышра пĕр ĕçекен çын пулсассăн, лайăх шăпăрттăн пурнăç иртет вара. Шăпăрт-шапăрт, подр. неодинаковым звукам, получающимся, когда бьют хворостиной. ПТТ. Çапнă чухне хулăсем пĕр-пĕрне лексе шăпăрт-шапăрт тăваççĕ (задевая однн о другой?).

шăпăр-шапăр

подр. падению крупных капель. Б. Яныши. Çомăр, шăпăр-шапăр ӳккеле пуçларĕ. Сред. Юм. Шăпăр-шапăр, тăмла юхсан илтĕнекен сасса çапла калаççĕ. Ib. Тăмла шăпăр-шапăр туса йôхать. || Редко. Çĕр. ĕçл. 1919, № 1, 18. Пирĕн хырсен йĕкелĕсем 5—6 çул хушшинче пĕр çул анчах вăйлă пулаççĕ; кашни çул шăпăр-шапăр çеç пулать.

шăпăр

пузырь (музыкальный инструмент, род волынки). КВИ. Шăпăр сасси чарăнсан, туй юррийĕ пуçланать. Ib. Шăпăр сасси чăйлатать. N. Ярăнтарса явăнса шăпăр кĕвви ташлатать. N. Анчах шăпăр хăлăхсăр: татах ташлама сĕнет. ТХКА 87. Шăпăр, сăрнай, купăс, параппан — пурте пур. N. Мĕлĕшри Алтан Ваçли кӳме тăрне ларнă, шăпăрне ахăртса пырать. N. Шăпăр кĕвви, туй çемми чуна çĕклетсе ярать, аскăн шăпăр этемми пĕтĕм чунне кăларать. N. Сиксе анчĕ сак çинчен хăй çавăнтах çĕр çиве, тытса арăм халхинчен вĕрчĕ шăпăр какрине. N. Хура арăм хăрамасть, таш картине вăл кĕрет; шăпăр халĕ аптрамасть, çич шуйтан пек ĕрĕхет. НИП. Икĕ туй пĕр пӳрте килсе кĕрсен, туй пуçĕсем, тавлашма тытăнса, шăпăрĕсене çĕре пăрахса, шăпăрĕсем çапăçса пĕр шартлатса çурăлса, пĕтĕм урайне юн сарăлнă. Цив. Тупăкĕ çине ларса сăрнай е шăпăр каланă. Тим-к. Çав ача вара: шăпăр вĕренес, тесе каларĕ, тет. Сред. Юм. Орпа ôлăмĕнчен çôрса туса пĕчик ачасĕм çôхăртса çӳреççĕ, çавна та пирĕн шăпăр теççĕ.

шăпăрç

шăпăрçă, музыкант, играющий на пузыре. Изванк. Унтан вара çырмана кайса пĕр юпах тиха пусрĕç. Тиха çине çĕçĕ хунă чух шăпăрç шăпăр каларĕ (на поминках). КВИ. Хура пӳртре шăпăрçă ларать шăпăр тӳрлетсе. Шăпăр сасси илтĕнмест, шăпăрçи те курăнмасть. Ib. Маттур шăпăрçă паян икĕ пуса каччипе тытса килчĕ вăрмантан Сетнерпеле Нарспие. N. Кӳршĕ ял ăсти, ун варлă тусĕ — шăпăрçă Кĕлпук „Ĕрçерум кĕвви“ каларĕ шăтăка антарнă чух. Ib. Шăпăрçă Кĕлпук, темскершĕн, сухалне çыртса вара виççĕ çаврăнчĕ пĕр шеппĕн вил тăпри йĕри-тавра.

шăпăрла

назв. наговора. Изванк. Кунта пĕр „шăпăрла“ тиекен чĕлхене анчах çыратăп. Çак чĕлхе ак çапла пуçланса каять: „Ырă мăн туррăн çетмĕл те çич ылтăн кӳлĕ, çав ылтăн кӳлĕсенчен ылтăн çапмапа (= çатмапа?), ылтăн кашăкпа хăçан та хăçан ылтăн шыв ĕçтерсе кайтăр та, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе килтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕ. Çитмĕл те çич кĕмĕл кӳлĕрен кĕмĕл çапмапа, кĕмĕл кашăкпа, кĕмĕл шыв ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕ. Çитмĕл те çич пăхăр кӳлĕсенчен пăхăр çапмапа, пăхăр кашăкпа хăçан та хăçан ĕçтерсе-çитерсе кайтăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ чĕлхи сиплĕ, „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич урапа тукунĕ. Çитмĕл те çич урапа тукунĕсем çине хăçан та хăçан хăмăш шăтса, этем ывăлĕ-хĕрĕ шăпăрла чĕлĕх çавсенчен тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывалĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вутлă вучах. Çав çитмĕл те çич вучахшне (= вучах ăшне) хăçан та хăçан хăмăш шăтса тухса, çав хăмăшсенчен кутăн чĕлĕх лартса, шăпăрла туса çĕнтерсе тин илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич пӳртĕш хăмпи. Çав çитмĕл те çич пӳртĕш хăмписене хăçан та хăçан юн тулса çĕре ӳктĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич хĕрсе тухакан хĕвел, çав хĕвелсем хĕррисене хăçан та хăçан юн тултарса илтĕр те, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич тылла пуççи. Çитмĕл те çич тылла пуççисем çинчен çитмĕл те çич купа утă, вилнĕ çын алли-уррипе кĕрепле туса, тутăр та, тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Ырă мăн туррăн çитмĕл те çич вар пуç, çав вар пуçсенчен çитмĕл те çич тинĕс тухса, пĕтĕм çынсене путарса вĕлерсен, çавăн чухне тин этем ывăлĕ-хĕрĕ çĕнтерсе илтĕр. Турăран этем ывăлĕ-хĕрĕ сиплĕ; „тьфу“. Пĕр-пĕр лашана юсас пулсан, лашине каштаран каçăртса кăкараççĕ. Хăйсем пĕр-пĕр алтăр çине, çак эпĕ кунта çырнă чĕлхесене каламассерен алтăр çине сураççĕ. Чĕлхе вĕрсе пĕтерсен, шывне лашана ĕçтереççĕ пур усала, пĕтĕм пăсташа хуса кăларăр тесе.

шăппăн

тихий, тихо. КВИ. Пĕлĕт тăрăх çурçĕрте вĕçсе пынă пирĕшти, шăппăн юра юрласа. По небу полуночи ангел летел, и тихую песню он пел. (Лерм.) Пазух. Мĕншĕн шăппăн, ай, ларатăр? Эсир шăпчăк чĕппи мар вĕтĕ. Бугульм. Мĕншĕн шăппăн ларатăр. М. Яльч. Эй, тăванăмсем, тăванăмсем, мĕншĕн шăппăн ларатăр, шăппăн ларма шупчăк чĕппи эсир мар. Ск. и пред. чув. 89. Шăппан-шăппăн çеç утса тухрĕ Нарспи пӳртĕнчен. N. Темĕскер те пĕр шăппăн каласа пĕтерĕ. Латыш. Карчăк сăмахĕсене пит шăппăн калать, тет, çавăнпа пурне те лайăх илтмелле мар, тет. Шурăм.-п. 13. Атте мана шăппăн каларĕ. Юрк. Кăлавипе писсăрĕ чаршав хыçĕнче, пытанса, тăнă пек, пĕр чĕнмесĕр шăппăн кăна тăраççĕ. Туперккулёс 37. Шăппăн çи. N. Ун чух никама та калаçма юрамасть, шăппăн çӳремелле çемьесем. N. Шăппăн вырăн, захолустье, тихое место. Сунт. Ман çемье... терĕ шăппăнтарах Микихвер. А.-п. й. 46. (Тилĕ)... шăппăнтарах: „Сывмарри сыввине йăтса пырать“,— тет. А лиса ухмыляется под нос и тихо говорит: „Больной здоровую везет“. Золотн. Шăппăн, тихо, скрытно, секретно. N. Шăппăн-шăнпăн çӳре, исе кил. Сколько можно тише ходи, принеси.

шăппăр

то же, что шăпăр, вевик. Сохрон-й. Шăппăр, метла. Якейк. Шăппăр: 1) метла с отдельным череном; 2) веник из ветвей березы, дуба или травы, нарочно сделанный, чтобы мести пол. Ст. Чек. Шăппăр, веник; вăрăм авăрлă шăппăр (в связи. речи и просто „шăппăр“) — метла. Пшкрт. Шăппăр холи, веник. N. Шăппăр çых. || N. Вăл, шăппăр, укçине салатма мар, хăй пĕр пуса таçтан, тислĕк çинчен, чавса илĕччĕ.

шăрат

топить, растопить (масло, сало). N. Çу шăрат, топить масло. Сред. Юм. Çу çôрхахĕ пôр-ха ман, кăмакана лартса шăратас пôль-ха. Бур. Мана курайман çынсем çамрăк чĕре çуне шăратат. N. Ăшăм-чиккĕме, чĕреме шăратсах пăх. С. Алг. Йыснаçăм, йыснаçăм тиек пек, ăстанпа шăратнă çурта пек. ЧП. Шăратса янă çурта. Тогаево. Пирĕн касăн хĕрĕсем шăратса лартнă çурта пек. ||Палить. Шурăм-п. № 6. Хĕвел хĕртсе пăхать, шăратса ярас пекех. Урож. год. Хĕвел пăхать шăратса. || Плавить (металл.) N. Пăхăр шăрат, медь плавить. || Залить. Слакбаш. Çĕлекелесе кăна хунă, шăратса хуман (не залили ей калошу). || В переносном смысле. N. Кăвак-çутран шăратнă акапуç, туртийĕ хушшинче хĕвел ташлать. || Исполнить с чувством А.-п. й. 99. Сахар пырать вăрманпа хăй юррине шăратса. Кан. Танюк аллисене мăн курăнми пулличченех ял енелле сулса илемлĕ юрăсем шăратса кайрĕ. Ск. и пред. чув. 13. Пĕр пуянăн сарă хĕрĕ, вĕçен чĕкеç евĕрлĕ, шăратнă, тет, юрăсене. Ib. 108. Пĕрне-пĕри юратнă. Ырăлăхлă каç çинчен вĕсем халап шăратнă çапла пĕрле каçсерен. Хастарлăх 4. Комсомол яччейккисем хăйсен чун-халне хутсем çине шăратма пуçларĕç. N. Хăш-хăш саспаллисем унăн савнă саспаллисем пулнă, вĕсем тĕлне çитсен вăл йăл кулса, куçĕсене мăч-мăч хупа-хупа, тутисене пăркаласа-шăратса пынă. N. Чĕкеçпеле Еркиней туй тăвĕçĕ шăратса. Ск. и пред. чув. 55. Шăратса ярса ĕçе ĕçлетчĕ, нимĕнле çынна та парăнмастчĕ. Урож. год. Юмах ярать юратса, ĕçне тăвать шăратса. N. Инçе кайса манмарăм шăратса янă куç хăрнăкĕсене. Ау 341. Инçе кайса манăпăр шăратса янă куçусене. || N. Мул-пуянлăха сыхласси ӳт-тире шăратать.

шăри-шари

подр. крикам (плачу, шуму) многих лиц, раздающимся одновременно, шум-гам. См. МКП З2. СТИК. Ку пӳрте кĕрсен вара чун канас çук, ачи-пăчисем шăри-шари тăваççĕ (зевают, кричат, плачут, дерутся). Сред. Юм. Ачисĕм пĕтĕмпе шăри-шари çиç çохраç. Ib. Пĕчик ачасĕм пĕр-пĕринпе вăрçнă чохне шăри-шари çôхраççĕ. ТХКА 126. Шăри-шари вĕт шакăр калăм çĕрĕ чиркĕве унтан-кунтан пыраççĕ. Букв. 1900. Хăйсем çапах пĕр-пĕринчен тăрăхлакаласа кулса, вут йĕри-тавра чупкаласа çӳреççĕ. Шăри-шари, лăй-лай тăваççĕ: пĕтĕм çаран çĕр çĕмĕрĕлет, калăн темĕн пулнă, тесе. Курм. Çав каç çурçĕр тĕлĕнче тем шăри-шари илтĕне пуçларĕ. Букв. 1900. Çапла шухăшласа выртнă çĕрте кăшт ыйха кайнăччă, — сасартăк хаяррăн шăри-шари кăшкăраша пуçларĕç урамра. Ск. и пред. чув. 96. Шăри-шари çын шавлать, урам тăрăх чупкалать. Шел. 15. Акă Пӳлер хулинче шăри-шари хусканать. Ib. 93. Шăри-шари пĕтиччен ниçта тухса ан çӳрĕр. Шел. П. 28. Пасар кунсем пулсассăн, пушшех нумай çырмалли: шăри-шари çухăрни, чĕресене çурмалли. N. Шăри те шари кăçкăрашаççĕ (ребята). ЧС. Урамра çынсем ăçта килчĕ унта шăри те шари, пушар! пушар! тесе кăшкăраççĕ. См. лăри-лари.

шăркана лар

цвести, наливаться (о злаках), опыляться (о цветке). N. Ыраш шăркана ларать. Рожь цветет, наливается. N. Ыраш шăркана ларса иртнĕ-и ха? Завражн. Ыраш шăркана ларса иртрĕ ĕнтĕ, теççĕ. Они говорят так „Рожь уже отцвела“. Изамб. Т. Ыраш шăркана ларнă чух, çара аллăрпа ан тытăр; хĕрсем ӳссе çитнĕ чух, хаяр куçпа ан пăхăр. Тайба-Т. Ыраш шăркана ларнă чух та çара аллăрпа ан тытăр. Чураль-к. Ыраш шăркана ларнă чухне çурла йăтса ан тухăр. N. Ыраш шăркана ларнă чух, çара уран ан пусăр; эпир пĕве кайнă чух, хаяр куçпа ан пăхăр. А.-п. й. 96. Тепĕр икĕ уйăхран, ыраш шăркана ларсан, Сахар илтет çĕн хыпар. Собр. Ыраш шăркана ларсан, тăла пĕвеме юрамас, тырă пулмас. || N. Ай, эпир пĕр вăхăтра шăркана ларса пуçахланман-и?

шăрпăк

соринка, заноза. N. Шăрпăк ларт (кӳрт), занозить. Букв. 1900. Тыткала пĕлмен ал-уранăн чĕрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ. тет. Юрк. Вăл (она) пит вичĕкĕн япала (бойкая), чĕрне айне кĕнĕ шăрпăк пек. || Косточка (рыбы). Тюрл. Полă шăрпакĕ кĕрсе ларчĕ алла. || Щепка. Кратк. расск. 28. Этем вăл хăй чунне усрасшăн килне пĕр шăрпăк юлми таранччен (до последней щепки) салатĕ. Кожар. Чей ĕçме янă; вăсем чейне пĕрер шăрпăкăн хорса аран-аран вĕретнĕ. Янтик. Ку пушар ытла йĕртсе хăварат çынна, пĕр шăрпăк та хăвармас. || Деревянная вилка. КС. Çăмах шăрпăкĕ. Якейк. Çăмах çинă чох шăрпăкпа çияççĕ (лучинкой). || Колючка. Сред. Юм. Курăксĕм çумĕнче йĕп пик япалана шăрпăк теççĕ. Зап. ВНО. Шăрпăк тăрринче тӳрпи ларать. (Сылăм). Сред. Юм. Кирек мĕн пĕчик япалана шăрпăк пик теççĕ. || Спичка. А.-п. й. З0. Анчах шăрпăк çук хăйсен. Изамб. Т. Шăрпăк тимес (= тивмес, не зажигается). Ib. Шăрпăк тивертрĕм (çутрăм). Зажег спичку. Сред. Юм. Шăрпăк арчи, спичечная коробка. Ib. Виç арча шăрпăк илтĕм (три коробки). ЧС. Шăрпăк кучĕ, остаток спички. Ib. Шăрпăк кутне улăм çине пăрахса хăварнă. Шарбаш. Шарпăк пуçĕ. || Задира, придира. КС. Ах, вăл шăрпăк-çке! || N. Кун чул пурăнтăм, çирĕм виççĕ тултартăм (мне исполнилось 2З года), çын япалине шăрпăк та вăрламан.

шăрпăкла

назв. особого узора. Нюш-к. || Назв. игры в лучинки. Питушк. Якейк. Ачасам пĕр-пĕр çĕре речĕпе ларса тохаççĕ. Пĕри шăрпăк топакан, тепри шăрпăк паракан, шăрпăкне ик уç топань хошшине хорса порне те шăрпăк паранчи полса тохать. Шăрпăк пĕре анчах полать те, парасса та пĕр ачая анчах парать. Шăрпăк топаканĕ: Йăванта, тет, Кĕтеринта, Марира, тет. Пĕлсессĕн ачасам патне ларать, пĕлимасан калях топакан полать.

шăрт

щетина. N. Сысна шăрчĕ. СПВВ. ИА. Сысна шăртĕнчен тумтир тасатмалли шоткă тăваççĕ. Кĕвĕсем. Сысна тесен — шăрчĕ çук, этем тесен — сăнĕ çук. N. Сысна тесен — шăрту çук, йысна тесен сăну çук. Чист. Ачана шăрт тухнă (щетинка). Яровой-к. Шăрт сухал тытать (пугают детей). СТИК. Кушак йытта курсан шăртне тăратат (хӳри çинчи, мăй çинчи çăмне шăрт пек çĕклентерет). Изамб. Т. Кит çăмсăр, шăртсăр пулат. || Гнев. КС. Шăртне тăратрĕ. Рассердился. Бука. 1900. Шăртна ан тăрат. N. Шăртне шăнараймасăр (с сердцов) пĕр чĕрес сĕт тăкса янă (он). || Щетка из щетины (мыкальница) для расчесывания кудели, льна. N. Сӳс шăртлакан шăрт. Ягудар. Сӳс шăртламалли шăрт. Сред. Юм. Шăрт начарланнă пирĕн, сӳс шăртлама шăрт çыхтарас пулать. Ой-к. Кăвак сурăх кĕрте ларĕ. (Шăрт тĕпĕ). N. Шăрт пак (о частой озими). Собр. Катка тăрне катки, чăн тăрринчи шăрт. (Кĕпçе). || Верхние плавники у рыбы (на спине). Чертаг. || Часть плуга, сабана. См. ака (ака-пуç). Чертаг. Шăрт, левое железо у сохи, режущее землю. N. Ака шăрчĕ, чертец, отрез или резец сабана. Яргуньк. Шăрт тимĕр, резец у сохи. N. Шăрт шăтăкĕ, отверстие грядиля, куда вставляется чертец. Янгорч. Шăрт шăтăкĕ — кашта çине шăрт лартма шăтарнăскер. Шăрт савăлĕ, прогонистый клин у плуга. Ой-к. Шăрт-тренсем тĕрĕс пулччăр. Сиктер. Шăрт-тĕрен кăларса пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илме пар. (Моленье). N. Е тата акана-сухана тухăпăр, шăрт кастăр, трен хапарттăр, тет, турă амăшĕ! || Бердо? В. Олг.

шăртан

шăрттан, назв. кушанья, вроде колбасы (рубец — начиненный мясом и зажаренный). Разг. С. Мих. 18. Пшкрт. Шăртан — мясо в кишках, пĕçереччĕ кăмакара пăлошкая хорса. Моргауши. Шăртан-выльăх хырăмне кăларса лайăх аш толтараччĕ те пĕçереччĕ. N. Унтан ирхи апат çиме ларчĕç. Шăртан хунă, сĕт лартнă. БАБ. Пĕр пичĕке сăра, кĕреке умне хума шăртан, касма çĕççи, хума йĕнни. (Присловье во время чӳклеме). Шум. Олтă çол осранă шăртанне чӳклемешкĕн хам килтĕм, эп çимасăр каяс çок. Вомбу-к. Шăрттан — мăн хырăм ăшне аш тураса, çатма çинче кăмакара ăшаласа пĕçереççĕ. Якейк. Суя пичи Ваçли пор, шăрттан хоппи полса йолч. || N. Шăртан, русское село Шырданы в б. Свияжском уезде. Сред. Юм.

шăрчахлă

придирчивый. Сред. Юм. Шăрчахлă çын, человек, который понапрасну любит придираться. Ib. Пит шăрчахлă çын ôла, пĕр тавлашма пуçласан чăрра кĕресшĕнех тăрать.

шăрчăк

сверчок, кузнечик, стрекоза, саранча. Кипек. Шăрчăк — стрекоза, летает над водой. N. Шăрчăк авăтсан, ăшă пулат, теççĕ. Орау. Сахачĕ шăрчăк пек алтать. Ала. 108. Шăрчăк мăян çисен, тырă полмасть, теççĕ. N. Ял-ялĕнчи хĕрĕсем шăрчăк çивĕ çырла пек. Изамб. Т. Шăрчăк — кукăр уралă çын. || Сердитый, злопамятный, кто дерется из-за пустяков, щепетильный. Алдиар. В. Олг. Онашкал шăрчăк çын çок (коштан, всюду лезет). Б. Олг. Шăрчăк — кутăн çын. СПВВ. Шăрчăк çын — шăрчах çын. СПВВ. МС. Ятлаçнă чухне: эсĕ ай-ай пит шăрчăк, теççĕ. Якейк. Амăшĕ ачи кĕпине сапланă чох çип пĕр çĕре похăна-похăна ларсан калат: пăх-жа, эс епле шăрчăк, сан кĕпӳне сапламалла та мар, тет. КС. Шăрчăк, скоро сердящийся и зачиняющий драку или ссору. N. Шăрчăк — çиллес. Йӳç такăнт. 10. Кĕтерук (Ухвинене). Тавай ял шăрчăккине ярар. Ib. 57. Çитменнине тата шăрчăка вĕренеççĕ. Янш.-Норв. Ун пек чухне вара лаша мĕнле пынă çапла каяс пулать, шăрчăк пеккисем çул çинчен пăрăнса анчах юлччăр.

шăрчăклă

сердитый, злопамятный, щепетильный. Тюрл. Шăрчăклă çын. Сред. Юм. Пит шăрчăклă çынпа мĕн çыхланасси пур вара, пур-пĕр усă тăвас çук вăл сана.

шăрчăк

особый род мотушки ниток, крестообразное наматывание ниток на веретенно при пряже. В. Олг. Толст. Çав пар карнă хашака шăрчăк теççĕ. Петрунка. Шăрчăк çиппи — хура çип, шăрчăклама час пулмас. Хурамал. Вăрăм çипе пӳрнесемпе шăрчăк турăм (чăркарăм). Н. Седяк. Шăрчăк — алă çине çип чăркани. СТИК. Вăл шăрчăк хывса авăрлат. Она прядет, наматывая отдельно на веретено в нескольких местах. Сред. Юм. Кĕнчеле арланă чохне йĕке çине пăртак арлаççĕ те, тепĕр хут ал çине шăрчăк хорса, ал çинчен еке çине хытарса çăмхалаççĕ. Питушк. Шăрчăк — йĕке çине çăмхалани. Ib. Шăрчăк сӳтмелле тавлашаççĕ. Хăшĕ кая юлаканне пуçран шаклатать; „каска айне пултăн!“ тесе. Городище. Шăрчăк акă мĕн вăл. Йĕкене авăрласа тултарсан, тата нумайрах çип кӳртес тесе, урăх йĕкепе пĕчĕкçен авăрласа тултараççĕ. Сăмахран, Альтя виç шăрчăк авăрланă, теççĕ. Чăв. к. Шарчăк — пĕр татăк кустарса хунă çип е ука. Ст. Чек. Шăрчăк ука шăрчăклă пулат. Чăв. к. Саккаслатса çӳçме кастартăм, çинчен шăрчăк ука кустартăм. СПВВ. Урам урлă каçнă чух ылттăн ука шăрчăкĕ эпĕ тупрăм. Тайба-Т. Тăри тăрса вĕçрĕ куртăр а, утăрсе утланса чупрăр-а; çакă ял хĕр-сăри килчĕ — куртăр-а, ĕçĕрсе пăрахса чупрăр-а, шăрчăкăрсе татса ырăр-а. Ст. Чек. Кĕрӳ ларакансем шăрчăк татнă, кăчухне кĕр çĕкленĕ, теççĕ.

шăрши

то же, что шăши, мышь. Слеп. Шăрши — кошак кайăкĕ. Зап. ВНО. Пĕр шăршин икĕ хӳре. (çăпата). Собр. Кушака çĕнсе шăрши айне пулнă, теççĕ. Одолел кошку, но был побежден мышью. (Пословица). Сред. Юм. Шăршне вилĕм, кошака колă. Кошке игрушка, мышке слезки. ЧС. Урама сĕтĕрсе тухса пуç тăрăх шыв ярса кӳпнĕ шăрши пек йĕп-йĕпе тăваççĕ. || Мыт (болезнь у лошадей). Сред. Юм. Лашана шăрши полать, чирлет. Тюрл. Лашана полать шăрши, янах айне, янах хошшине, чăмăр пек полса каять, вара тымар тăрăх чĕре патне каять, хырăм кӳпет, вара лаша вилет. Янах айне чăмăр пек полса кайсан, çавна вара ывăç çине чăмăртаса тытса ептĕрпелен ватас полать. || Имя мужч. Орау. || Фамильное прозвище в дер. Хирбоси (в бывш. Тойсинск вол.) Якейк. Шăрши Михали.

шăршă

то же, что шăрш, запах, вонь. N. Чечексен шăрши, запах цветов. КВИ. Хĕвел кулать сайрарах, шăрши пĕтнĕ чечексен. Ачач. 57. Тимуш тула тухрĕ. Уйăх курăнмасть. Çăлтăр куçĕсем анчах çап-çутă йăлтăртатаççĕ. Ăшă çур шăрши çаплах сăмсана перет. Баран. 89. Çил çав енчен çаврăнчĕ, сăмсана тĕтĕм шăрши килсе кĕчĕ. Череп. Ĕнек шăрши кĕре пуçларĕ. Запахло горелым. К.-Кушки. Ку супăнăн шăрши веç пĕтнĕ. Это мыло потеряло весь аромат. Янтик. Ма пит нумай ĕçнĕ-ха эс: пĕтĕм эрех шăрши çурать санран. СТИК. Ай-ай санран тапак шăрши çапат сывлама çук. Утар. Сăра шăршипе пуçĕ çавăрăна пуçланă (от опьянения). N. Çу шăрши тухрĕ. Выçăхакансем. 8. Çăкăр шăршипе çăвара шыв килчĕ, аптăранипе сĕлекене чăмласа ларатăп. Ст. Яха-к. Çăварни кун ирех пĕр-пĕр ял виттĕр тухса каяс пулсассăн, пĕтĕмпех кашни пӳртрен икерч шăрши кĕрет. N. Пĕр-пĕр çĕнĕ савăта малтан мĕн япала шăрши çапать, аван шăршăлли-и, усал шăршăлли-и, çав шăршă кайран та час тухса пĕтмест. Ст. Чек. Эп ним шăрши те туяймастăп. Я не чувствую никакого запаха. Ib. Шăршă туяймастăп (плохое обоняние). N. Тата савăт питĕ нумай, çав савăтсенчен питĕ шăршă сарăлса тăрать. ГТТ. Вилес çыннăн виçĕ кун малтан шăршă килет, тет. О сохр. здор. Тумтире тасатах тăмасан, вăл хураласса та хуралать, тата нумайччен тăрсан тумтиртен шăршă кĕрекен пулать. Изамб. Т. Унăн шурă чечекĕсенчен пит тутлă шăршă килет. Орау. Тата пур йăвăçсем те çăвăлçă кăларса аван шăршă сарса тăраççĕ. || В переносном значенни. Орау. Анчах çирĕм тенкĕллĕх тыр сутса килтĕм, пĕр эрне хушшинче укçан шăрши те юлмарĕ. Хурамал. Лешсен вара шăрши те пулман (слуху и духу не было). || Обоняние. Пшкрт.

шăт

подр. треску. Б. Олг. Коршак шăт тесе катăлат. Ib. Хӳелçармăç вăри, çинĕ чох шăлпа çыртсан, шăт! тет. Сред. Юм. Кантри пĕрчи çине таптасан, ô шăт! туса çĕмĕрлет. Шорк. Пĕр пыйтă шăт вĕлерчĕ. В. Олг. Шăт! звук перерванной веревки. КС. Шăт! — звук перерванной нитки. || N. Макçарăм поллин (у головастика) хӳри шăт. II Вплотную. Тюрл. Çĕнтерчĕ 56. Читтальнăран, шăт хупăнман алăк хушшинчен Интернатсионал юрлани илтĕнсе каять. || Совсем. О сохр. здор. 126. Апла тусан та юн чарăнмасан, тутăр пĕтĕрсе сăмсана шăтрах чикес пулать. || Точь-в-точь. Кан. Коммунистсен юмахне пулсан, вăл шăт та патах коммунист.

шăт

произрастать, всходить, прорастать, появляться. N. Вăрлăх шăтни, прорастание семян. Букв. 1900. Мĕн акнă, çавă шăтать. ЧП. Эпир каяс çул çинче пăрăнайса шăтнă пĕр тулă. Ib. Эпир каяс-килес çул çине шăтайса тухнă пĕр тулă. А.-п. й. 81. Иван пĕрре хире кайса пăхать те, пăрçа лайăх шăтнине кура, килне çав тери хавасланса таврăнать. О сохр. здор. 55. Çуркунне шăта пуçланă çĕрулмине нихăçан та çиме кирлĕ мар. Скотолеч. 28. Шăтса кайнă улма. Проросший картофель. Альш. Путпулсем кунта начар: час шăтать карттахви. Аттик. Унтан кайран чечексем шăтса тухаççĕ. Хош-Çырми. Кăçалхи напор поласса пĕлнĕ полсан, аçа та кикен полас-мĕн, çеçен хир варрине шăтас-мĕн, хорçă çавапала касăлас-мĕн. Кабы я знал, что в этом году будет набор, так лучше стать бы мне чемерицей без семян, вырости бы в чистом поле, скоситься стальною косою (Солд. п.). ГФФ. Кăвак тай (= та ай) çеçке шăтса ӳснĕ те полсассăн... Кабы я взошел и вырос синим цветком... Альш. Сĕве кукăрĕнчен инçех мар, вăрмана кастарнă та ĕлĕкрех халĕ чăтлăх çăкалăх, ăвăслăх шăтса ӳснĕ. N. Сирĕн урамăрсем кукăр-макăр, кукрисерен шăтнă сар çăка. Сунч. Пилĕк палан пĕр тĕмĕрен, палан шăтать, тăван шăтмасть. Собр. Шăл ӳксенех йытта памалла, кайран хытă шăл шăтат, тет. Якейк. Кĕтӳ хирĕç тохрăм та, мăклă тына тĕл полтăм, мыри шăтмин пырĕччĕ, мыри шăтас сасси пор. N. Çапла шăтса тухнă Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ. || Лопнуть. N. Шурă шурă çăмарта, шăтмĕ, шăтмĕ терĕçĕ, шăтрĕ-çке шăтасса. Сĕт-к. Куçĕ шăтса йохтăр. Юрк. Пире курайман тăшмансенĕн алли-ури типсе хăринччĕ, икĕ куçĕ шăтса тухинччĕ. Альш. Эй, шăтнă куç! || Прорваться, продырявиться. Карамыш. Ала шăтнă. Рогожка решета (полотно сита) прорвалась. А.-п. й. 39. Ула-такка Сахар лавĕ çинчи пичке тăррине хăпарса ларчĕ те, шĕвĕр сăмсипеле шаккама тытăнчĕ. Шаккасан-шаккасан, пичке хăми витĕрех шăтса тухрĕ. || N. Лопăр полнă ачи пĕртак тăхтасан, пырса ыйтатчĕ: „Ойăх шăтса-и?“ — тетчĕ.— Шăтса, — теттĕмĕрччĕ. || Открыться (о тайне), проговориться. Разг. С. Мих. 39. Çын ĕçĕ йăвăрри пĕре-пĕре шăтать — шăтатех. П. Яндоуши. Пĕри пирĕн туйла авланнă, уна нумайччен пĕлмен, вара такăш пĕри шăтнă та (сăмах вĕçерĕннĕ те), кăларса ячĕç. || Доносить. Орау. Кайса шăтнă, е урăхла: шĕрса кăтартнă (передал тайно о событии). Ст. Чек. Ку çын ĕнтĕ матруса (леснику) шăтнă пулĕ, ав матрус килет. || Промахнуться (в игре в камешки — шакла). Шорник. Пĕррере шăтрĕ. Ib. Лапра шăтрĕ.

шăтан-юхан

назв. болезни, проказа. Орау. НАК. Çавăнтан кайран эпĕ шăтан-юхана ертĕм те, пĕр тапранмасăр виçĕ эрне вырттăрăм. Чума. Унăн ӳчĕ-тирĕ вара тепĕр хут çĕнĕрен шыçса шăтан-юханлă пулса ларать. || Прокаженный. Орау.

шăтар

понуд. ф, от гл. шăт; проращивать. N. Вăрлăх шăтарни, проращивание семян. Виçĕ пус. 8. Анчах пирĕн хресчен çынни хăй акса шăтарнă тырă-пулла пăхса, ăна кирлĕ апат çимĕçсем парса ӳстерме пĕлеймест. Собр. Купăста вăрине шăтармасан, купăста туни хулăн пулат. ТХКА 76. Купăста хамах шăтарса лартрăм, ăна ир те, каç та шыв сапап. Б. Олг. Мăкпала хăяр шăтарас. Чхĕйп. Вăрлăха кирек ăçта аксан та, çĕр çавах шăтарса кăларат (земля заставляет его пустить росток). || Продырявить, выдалбливать, просверливать, пробуравливать, прокалывать, пронзить. Букв. 1900. Тумла та тумла-тумла чула шăтарать. Изамб. Т. Алăкне темиçе тĕлтен çап-çаврака шăтарса тухнă, тет (молния). Ib. Çавăнтах тата çăмарта шăтарса яраççĕ. Тут же выпускают яйцо. БАБ. Мăйĕнчен шăтарса пĕр витре юн юхтарса илчĕ тет. Рекеев. Ах ачам, ачам! Пуçна шăтартăн! (прошаб). N. Коçне çапса шăтарнă сорхори сăри ĕçнĕ çĕрте. Эльбарус. Пĕр шĕвĕр патак тĕл полса таçтан шăтарса пăрахать поль тесе анчах йăваланса анатăп. Панклеи. Ача тӳшекки çине пырса алипе посса пăхнă та, он алине шĕвĕр шăнă виттĕрех шăтарса кăларнă. N. Курăк тымарĕсене шăтарса кăларма. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм ыттисенчен иртсе шăтарса кĕрсе выраççĕ. || Альш. Мĕн пит шăтарса пăхатăн. Что ты уставился? Икково. Мĕн шăтарас пек ман çия пăхатăн? (уставился). N. Кашни салтака шăтарас пек куçран пăхать. Ядр. Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ, вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. N. Çамрăксем хĕрсен куçне шăтарасла (шăтарас пек) вăкăр майлă пăхса лараççĕ. || N. Тен шăт шăтармалла та выляни.

шăти

то же, что шыти. КАХ. Уна пĕр капан вырăнĕ пек таса ыраш улăмĕ сараççĕ те, шăти варне хуран лартаççĕ, хуранă тавра пашалусене хураççĕ. (Карта пăтти).

шăтăк

щель, отверстие, дыра; нора, берлога. Капк. Алăка питĕрнĕ. Ăçтан кĕме пултарĕ-ха? — Шăтакран.— Мăн чĕрчун кĕмелĕх шăтăк пулсассăн, пирĕн хваттер сивĕ пулĕччĕ. Сивĕ мар-çке! А.-п. й. 68. Кĕлет алăк айĕнчи кушак шăтăкĕнчен шăвăнса кĕчĕ, тет те, шалалла, çăвăх ырçи ăшне кĕрсе ларчĕ, тет. N. Ман кутăм çап-çутă. (Кĕмĕл шăтăкĕ). N. Кăмака шăтăкĕ, печурка. Орау. Манăн халь те пыр шăтăкĕ тулчĕ ĕнтĕ, урăх анмасть. Мне уж в глотку не лезет. N. Çанă шăтăкĕ, пройма. N. Вал шăтăкĕ, вĕрен шăтăкĕсем, вĕт кĕрпе шăтăкĕ, кĕрпе сăмсипе хывăх шăтăкĕ, кĕрпе çăнăхĕ шăтăкĕ, кĕрпе шăтăкĕсем, çил шăтăкĕ, çу ямалли шăтăк, вăта çĕрти чул шăтăкĕ, хывăх шăтăк, шултăра кĕрпе шăтăк — кашта шăтăкĕ, шăрт шăтăкĕ. Якейк. Çĕлен шăтăка çимен конче кĕрет. Оп. ис. ч. 1. Ку шăтăк çĕлен пурăнаканскерех-ха. Это, смотри, змеиная нора. А.-п. й. 61. Çĕлен-калтасем, ниçта кайса кĕреймесĕр, ăçта шăтăк пур, çавăнта кĕре-кĕре пытанаççĕ. Ib. 14. Акă пĕррехинче вăл хăй шăтăкĕнчен тухрĕ те, кама та пулин хирĕç пулмăп-и-ха тесе, вăрманпала утса çӳрет. Ib. 19. Ула йытă малтанах хăйĕн çĕвĕ тусне упа шăтăкĕ патне ертсе кайрĕ. Лап-к. Çитсен кашкăр шăтăк турĕ, тет, сат картине. А.-п. й. 34. Аякрах та мар пыракан тилĕ вăшт! анчах чăмать пĕр шăтăка. Ib. Пăхаççĕ: сăвăр шăтăкĕ. Пуçлаççĕ хайхисем чавалама çак шăтăка. 93 çул 80. Ăна хăма çине хунă, пуçне мăй таран шăтăк ăшне чикнĕ. Могонин. Çырмасене, шывсене, шăтăксене, тăвайккисене усал илнĕ. N. Витĕр-витĕр темиçе шатăк пулса пĕтрĕ. Янтик. Шăтăк аяла аннăçеммĕн тăвăрланать, çӳлелле ухнăçеммĕн (= улăхнă çемĕн) аслăланать. П.-Пинерь. Шухăшламасăр: тарăн шăтăка тухăп, тесе, ан сик. Н. Лебеж. Шалçине лартрăм, шăтăкне туртса илтĕм. (Загадка). N. Çӳлте те шăтăк, тĕпĕнче те шăтăк, варринче вут. (Сăмавар). Орау. Ку шăтăка тултарса тӳрлетĕр. Заровняйте яму. Ib. 37. Пырать пĕр хăмăр тилĕ йăпăртатса вăрманпа. Ун çулĕ çине сунарçă шăтăк алтса хунă пулнă. А.-п. и. 77. Пĕр йăвăç тĕмĕ айне пысăк шăтăк алтрĕ те, арчана тĕртсе йăвантарса ячĕ. Выкопал яму под одним деревом и скатил в нее сундук с нуждой. Орау. Нушникĕн шăтăкĕ питĕрĕннĕ те, çӳлтен юхса анакан шыв аялти хутри хăваттирсене тухса пĕтĕмпе шыва янă. || Могила. ТХКА 73. Анне мана: ачам, эпĕ вилеп, ман шăтăк çинчи тăпрана пырса тӳрлет вара эсĕ, тет. КВИ. Вилнисене пуçтарчĕç. Шăтăк чавма тытăнчĕç. В. Олг. Шăтăк алтма каятăп. ЧС. Çутăлсан вара хăшне шăтăк алтма ячĕç, хăшĕ тупăк тума тытăнчĕç. || „Преисподняя“. Кан. Шăтăк тĕпне анса каях хăвăн кавалериюпа. В. Олг. Таста шăтăкра порăнат вăл. N. Укçасăр манăн çта шăтăка каяс-и? Ск. и пред. чув. 46. Ăçта шăтăка тарчĕ Микита. Юрк. Пĕчĕкçĕ кăна пуркăм пурччĕ, илсе кĕрсен акă çакăнта хурсаттăм, таçта шăтăка çухалчĕ. || N. Малти шăтăк. || Ямочки при игре в шар. СТИК. || СТИК. Ку укçа шăтăксене саплама та сахал, эсĕ пуйрăн тесе тăратăн. Шăтăка саплас тени парăма тӳлес тени пулать. || Дырявый. Каша. Шăтăк-шăтăк шăналăк, шăна кĕмин — лайăхчĕ. ЧП. Шăтăк кимĕ килет. Юрк. Çĕнĕ сăмавара шăтăк сăмавар тетĕн, ак кунтан тултар. Ск. и пред. чув. 77. Каларĕ вăл еррипе карчăк енне çаврăнса: çамки шăтăк — хупăнмĕ, чĕри татăк — сыпăнмĕ. || Переносно — с изъяном, глуповат. N. Он тăрри шăтăк. Капк. Шăтăк тӳпеллисем пирĕн ĕмĕре çитеççĕ-ха. N. Унăн хăлхи шăтăк (глуховат). Ала 30. Çакă ял çулĕ шăтăклă, çул шăтăкне пĕлмерĕмĕр, хĕрĕ шăтăкне пĕлтĕмĕр. || Кружева. Начерт. 203., Шибач., Икково. КС. Шăтăк илтĕм. См. шăтăкла.

шăтăкла

изрыть (землю). N. Пĕр çохрăм хошши сысна çĕтнĕ пек шăтăкласа пĕтерчĕ топăпала. || Истыкать. Ст. Чек. Пашалăва шăтăкламашкăн, истыкать (хăпарса каясран). || Делать узоры, вышивку „шăтăкла“. Альш. Карса выртакан шăналăксем пур, тата шурă. Шăналăксене те пуянсем шăтăкласа тăваççĕ пĕтĕмпе, шăтăклисене шăтăклама шур хĕлĕхрен çинче çип кирлĕ. Бугульм. Ман шур кĕпе пиллĕк-улттă, шăтăкланă аркăли пĕрехçех.

шăтăкла

с прорезью, напр., стул. || Назв. игры. N. Шăтăкла çапла выляççĕ. Тăват-пилĕк ача пĕр çĕре пуçтарăнса харпăр-хăй валли пĕрер шăтăк алтаççĕ пĕр ĕрете. Унтан вара илеççĕ пĕр тупă (мяч). Вуннăччен е вунпиллĕкчен выляççĕ. Пĕри туппа шăтăксем урлă кустарать. Вăл вăхăтра ачасем шăтăк патĕнче пуçтарăнса тăраççĕ. Тупă кам шăтăкĕнче чарăнать, çав туппа шăтăкран илет те, кама та пулсан перет. Ачасем тупă шăтăка чарăнсан тараççĕ, шăтăк хуçи анчах юлать. Кама та пулсан тивертсен, ăна пĕрре тивнĕ теççĕ, тивертеймесен, хăйне пĕрре сăваççĕ. Çапла выля-выля кама каланă хисепе çапса çитерсен (каланă хисепе суса çитерсен), ачасем пурте икшер е виçшер çапаççĕ. Çапла кама хисеп çитнине пĕр çапаççĕ. Йăлăхтаричченех выляççĕ. Афанасьев. Шăтăкла, игра в шар. Н. Седяк. Шăтăкла, игра в масленники. || Узор, вышивка вроде кружева. Çăкалăх. Шăтăкла = чăнтăр. Альш. Шăтăклана кунта ак çапла тунă. Пирĕнне темиçе çиппине турта-турта кăларнă та, унтан ăна çиппелен шăтăклаллă-шăтăклаллă çыха-çыха кайнă. Образцы 4. Чĕрçитти арки чĕнтĕрлĕ, шăтăклана çитес çук. N. Шур туттăрăн шăтăкли таткалана пуçланă. Тюрл. Кĕпе арки шăтăклаллă. Шурăм-п. № 26. Кантăкĕсем умне тĕрлĕ шăтăкласем карса пĕтернĕ.

шăтăр-шатăр

подр. разнобразному и довольно грубому треску. Тюрл. Шăтăр-шатăр туса çунать. СТИК. Кăмакана кĕлте чикрĕм те, шăтар-шатăр туса карĕ (вспыхивавие соломы). А.-п. й. 44. Вĕсем пырсанах, улăм çиме тапратĕç,— çавăнпа шăтăр-шатăр тунине илтсессĕн, эсĕ шаларах пытан. Трень-к. Пăхатпăр, ним те курăнмасть, тĕттĕм, ачасем улмана шăтăр-шатăр тутарса татни анчах илтĕнет. Сред. Юм. Пырса кĕтĕм пĕр çĕре, ниçтан тухма та çук; хăвăртрах пĕр чартакне шăтăр-шатăр хуçатăп та тôхса утăнатăп часрах. 93 çул, 57. Хупăрлакансем çапнăран арча шăтăр-шатăр! тутарнă. N. Шыв тулса улăха тухса каять. Шăтăр-шатăр тутарать те арман пĕвине илсе каять. N. Шăтăр-шатăр тутарать (арçури). КВИ. Чӳхенеççĕ хумсем, çил улать, шăтăр-шатăр юпа авăнать... Играют волны, ветер свищет, и мачта гнется и скрипит. Альш. Акă çул çинче пĕри пырать чуптарса, шăтăр-шатăр, шăтăр-шатăр тутарса. Вот один из них скачет по дороге, стучит и гремит. || В переносн. значении. N. Вăл пит шăтăр-шатăр. Сред. Юм. Кил тенинче пĕр те шăтăр-шатăрсăр иртмест ô. В доме без всяких неприятностей не бывает.

шăтти-паттипе

окончательно, безоговорочно, решительно. Икково. Шăтти-паттипех тончĕ. N. Ăна тунăранпа шăтти-паттипе çавăн чухлĕ çул çитет, тесе, шарлаттансем анчах калаççĕ. N. Вăл сăмахсене пĕр çын та шăтти-паттипе каласа памĕ.

шăттăр-шаттăр

подр. треску и лому. Ст. Чек. Вăрман шăттăр-шаттăр, шăттăр-паттăр тăвать. Трхбл. Пĕр листа хут илчĕ те, çурмалла çурса, шăттăр-шаттăр чăмăртаса кĕсйисене чикрĕ.

шăхăр

свистеть. N. Такшин шăхăрать. Кто-то свистит. ГФФ. Торти те толли тор лаши, шăхăрмасăр шыв ĕçмест, алламасăр сĕл çимест. Гнедая сытая лошадь не пьет воду, пока не посвистишь, и не ест овса, пока не просеешь. N. Сумасшедшая всю ночь ходила „шăхăрса“, грозя сжечь. Юрк. Пăхăсăн, çав шăхăрса пыракан кулли хăнчен çухрăм ытла аякран иртсе кайнă. А.-п. й. 70. Пӳрнеске хăвăрт кăна кашкăр хăлхи ăшне кĕрсе ларать те шик! шăхăрать. Ib. Пӳрнески хытăран хытă шăхăрать. Ib. 71. Пӳрнеске кашкăр хăлхи ăшĕнчен ши-ши! шăхăрса ярать. Ib. Кам шăхăрать унта? — тесе каялла çаврăнса пăхать хуçа. Анчах Пӳрнески шăхăрма чарăнать. Кăшт кайсан, Пӳрнеске каллех шăхăрса ярать. Цив. Тула çĕрĕ илсе тух та, çавăн витĕр мĕн калас сăмахна каласа шăхăрайăр, вара эпĕ хамах килĕп. КС. Çил шăхăрса вĕрет. N. Сан çинче вара хурлăхлă çил анчах вĕретчĕ, усăсăр иртнĕ кунçулшăн шăхăрса йĕретчĕ. Дик. леб. 48. Вĕсен витĕр çил шăхăрса уласа анчах тăнă. КС. Кĕркуннехи вăйлă çилсем шăхăрса вĕреççĕ (в отверстиях и пр.). Ib. Пĕр пулькки шăтăк пулмалла: шăхăрса карĕ. N. Пулĕсем шăхăрса тăраççĕ. N. Шăхăрса ларать (о здании). Чуратч. Ц. Унччен те пулмарĕ, пуç минресе шăхăрса ячĕ, куç тĕтреленсе карĕ, трупаран мĕлле тĕтĕм тухать, çавăн пекех куçран кăвак тĕтĕм тухнă пек туйăнчĕ: Карачăм пенĕ те, мана туйи пуçранах тивнĕ. Ст. Чек. Вут шăхăрсан, хăна килет, тет. Никит. Хуран шăхăрсан — хуйăх пулать. (Примета). Слакбаш. Çуна шăхăрса пырать. Полозья саней как бы издают свист. || Емельк. Шăхăрать, смекает, понимает. Тайба. Шăхăрса çитеймен, не понял. Орау. Сăмаха час шăхăрса илеймест. Ст. Чек. Шăхăраймас, не догадывается, не понимает иносказательных выражений, намеков. Орау. Вăлтса каланă сăмаха час шăхăрса илмелле мар. Икково. Холха шăхăрмасть (плохо слышит). || КС. Шăхăрса юлчĕ, прозевал, остался с носом. N. Шăхăрса юлас марччĕ. Как бы не прозевать, как бы не проворонить. Яргуньк. Шăхăрса килет, идет ви с чем (не получив того, чего хотел). || КС. Шăхăр Йăван, глупый человек.

шăхăрт

свистеть, дать свисток. Альш. Ку ача тухнă та çĕрĕ витĕр шăхăртнă. N. Шăхăртса илсен. Бугульм. Сирĕн урамăрпа виççĕ иртрĕм шăвăçлă çунана шăхăртса. Ск. и пред. чув. 8. Кĕçĕр усал-тĕселсем шыв урапи хушшине çакланнă та, тытăнчĕç урапана çилĕпе çухăрттарса çавăрса арман чулне шăхăртма. Ау 183. Ку кĕтӳçĕн çитмĕл тĕлтен шăхăртакан шăхличи пур, тет. СТИК. Шăхăрт, играть на „шăхлинчĕ“; но там же и о самой дудке сказано: тупăлхи шăхăртас вырăнне (дудка вместо того, чтобы производить звуки...). Шурăм-п. № 24. Çитменнине пăрахут шăхăртрĕ ячĕ. || Ст. Чек. Шăхăртса янă, т. е. çапса янă. Ib. Хăлха чиккинчен шăхăртса ярăп акă. Орау. Ентри хулха чиккинчен шăхăртса ячĕ-çке лешне... || Абаш. Киле шăхăртса ятăм пĕр 15 тенкĕ (послал). || Сред. Юм. Шăхăртса хăварнă, оставил ни с чем. Орау. Пĕр-пĕр çынна лартсан (улталасан): шăхăртса килтĕмĕр, шăхăртса хăвартăмăр, теççĕ.

шăхăр

густой, чистый. СПВВ. ЕС. Шăхăр = çăра. Ib. Пир тĕртекен хĕç шăлĕ шăхăр пулат, е шалатка (сайра) пулат. СПВВ. ЕХ. Пир тĕртекен хĕçĕн шăлĕсем çăра пулсан, шăхăр теççĕ. СПВВ. НН. Пир тĕртмелли хĕçе тата алана: ку ытла шăхăр, пукра тухас çук, теççĕ. N. Хăмăш касрăм, хĕç турăм, хĕççи шăхăр пулминччĕ. N. Шăхăр хĕç = йăвă хĕç. N. Шăхар хĕç = çăра шăллă хĕç. || Красиво. N. Шăхăр = чипер. Хора-к. Тавай пăхас хĕр пăхас, ора шăхăр сырнине, çамка хĕрри кăтрине. || Лес? Н. Якушк. Ах аттеçĕм — аннеçĕм, кăнтăрла çиме лартăмăр, пур ачу та тĕрĕсчĕ, хĕве шăхăра ларнă чух санăн пĕр ачу çук пулĕ.

шăши

мышь. N. Шăши = кушак кайăкĕ. N. Шăши = шăрши. Бука. 1900. Кушак шăши тытать, кашкăр выльăх тытать. А.-п. й. 7. Кушак, шăши пулĕ тесе, çапă çине пĕрех чикрĕ, тет. Образцы 24. Вăл укçана памасан, шăши кастăр енчĕкне. N. Ай-уй, карчăк! çарăка шăшисем çисе яраççĕ. Ах, старуха! ведь репу-то поедают мыши! Ст. Чек. Шăши пирĕн айăмăртан тухса карĕ. Мышь выбежала из-под нас. А.-п. й. 51. Кайсан-кайсан, ăна хирĕç пĕр шăши сиксе тухрĕ. Панклеи. Шăши мури илчĕ те карĕ. Ши-и! шихăртать. Ск. и пред. чув. 17. Çул пур çĕртен, çук çĕртен çичĕ юлан вĕçтерет; шăши тухман çĕрсенчен вăл тухать те сиктерет. Чув. прим. о пог. 411. Хĕрлĕ шăши, рыжая мышь. Янтик. Шăши пăх пик чей, фамильный чай. КС. Капан айĕнче шăши вилмест. N. Ку чухне шăши те туяпа çӳрет. (Пословица). Ст. Шаймурз. Шăши шăкĕ те тинĕсе пулăшать. (Послов.). Курм. Йĕс шăши, çип хӳре. (Йĕп). Зап. ВНО. Пĕр шăшин икĕ хӳре. (Çăпата) Кайсар. Шăши тирĕпе çăпана çыхаççĕ. N. Эпĕр коак шăши пак пурнатпăр, тольккĕ каç шăтăкран тухса çӳретпĕр. Н. М. Кедров. Пирĕн урай айĕнче шăшисем чупса çӳреççĕ. СТИК. Шăши шăриччеи те пĕр вырăнта лараймаст, тек мăрккат (ни минуты не может усидеть на месте). В Сятра дат.-вин. падеже — шăше. Ib. Çĕнĕ çынă: эппин эпĕ санăн шăнă-шаккуна шăше çиме хошап халь, тет. || Фамильное прозвище. N. Шăши Емели. Ст. Чек. Шăши Миттук (женск. прозвище). || Назв, болезни лошадей, мыт. Юрк. Шăши — ут-выльăх чирĕ.

шăши вутти

букв.— мышиный огонь. N. Хĕвел аннă чух пĕр тăвайкки çине хăпарса пăхса тăрсан, апат пĕçернĕ вутсем шăши вутти пек курнать. || Светляк (червь). Янтик. Шăши вутти — вăрманта çĕрле çутă курăнса выртакан пĕчĕкçĕ хурт.

шĕвтер

мочить. См. шӳтер. СТИК. Эпĕ пĕр чашкă пăрçа шĕвтерсе лартрăм. ТХКА 64. Сӳс тăлă шĕвтерсе ик урине тăлласан та, хыттăн-хыттăн сиксе утса, мана хăратма пăрахмĕ çав ман карчăкăм.

шĕвел

сделаться жидким, водянистым N. Пĕлĕт шĕвелет. Тюрл. Пĕлĕт шĕвелсе карĕ, тӳлек çăмар çăвать, час чарăнмасть (кругом обложило) N. Çумăр шĕвелсе карĕ. Шĕвелсе çавать. Дождь принимает самую сильную форму, сплошной дождь, когда все охвачено им, идет долго. Альш. Пĕлĕт шĕвелчĕ, по всему небу дождевые облака. N. Пĕлĕт шĕвелет = пĕлĕт хăймаланать. Чув. прим. о пог. 167. Пĕлĕт шĕвелет, облако разжижается. Ib. 82. Тетĕм шĕвелсессĕн, сивĕтет. Дым разрежается,— к холоду. Юрк. Тĕтĕм шĕвелсе çӳле кайсан, сивĕ пулат. Сам. 38. Тĕттĕм шĕвелет. Çутт. 80. Шалалла кĕнĕçемĕн ку вăрман шевелсе сайралсах пырать. || Переносно — беднеть. Янтик. Ĕлĕк пуянччĕ, халь шĕвеле пуçларĕ вăл (вемного подшибся, т. е. не так уже богат). Сред. Юм. Ĕлĕк аван пôрнăччĕ ô та, халь пĕр май тавлашса, сутран сута çӳресе, чылай шĕвелчĕ полас. Ст. Чек. Шĕвелни = юрлăланнă.

шĕвĕр

острый, остроконечный. А.-п. й. З8. Туратран турата ларса, шĕвĕр сăмсипеле шак! тутарать те – пĕр турат ӳкерет, шак! тутарать те, теприне касса ярать. N. Шĕвĕр сăмса Ехвинсем пур (хушамат). || Вершина. Кан. 1927, № 212. Вăл сăрт шĕвĕрне пырса пăхсан, шăмă çунтарсах тунă темелле. || N. Шĕвĕр вĕçлĕ, остроконечный. Г. А. Отрыв. Шĕвĕртерех тăрлă, с несколько заостренным верлом. || Резкий (напр. о ветре). Чирич-к. Шĕвĕр çил. Ядр. Шĕвĕр чая сасси улăхра, сарă хĕр сасси улахра. Якейк. Чăнкăл-чăнкăл чан сасси, шĕвĕр чан сасси ял çинче, пирĕн ятсем хот çинче. || Так называют шутливо детей. Орау. Вăн ман çăкăр çима шĕвĕрсем ӳсеççĕ халĕ. Ib. Шĕвĕр — сорви-голова (о детях 8–10 лет). Зап. ВНО. Ах, шĕвĕр, ăçта каян? N. Ах ты, шĕвĕр, ăçта каян? Икково. Шĕвĕр — простак (о мальчишке).

шĕвĕрлек

остроконечная площадь. Чертаг. Çавăнти шĕвĕрлекре (в углу леса). Ib. Шĕвĕрлек тесе пĕр пуçĕ сарлака, пĕр пуçĕ çинçе анана калаççĕ (о загоне, у которого один конец узкий).

шĕвĕрт

сделать острым, остроконечным, заострить. Бгтр. Кĕпер çине çитсен, пилеш патаксене шĕвĕртрĕç, тет те, çĕре чиксе хочĕç, тет. Орау. Ĕлĕк çынсене шĕвĕртнĕ юпа çине лартса асаплантарнă (сажали на кол), тет. N. Лашине шĕвĕртнĕ, сделал тощею, костлявою (или: сăрăхтарнă). Кан. Лаши сасартăк иртсе каякан пăрахут сассине илтсе, пĕр самант хăлхине шĕвĕртсе тăратрĕ те, шур пӳртелле кĕрсе каякан хăйĕн çамрăк хуçи çине пăхса юлчĕ. || Точить. N. Кăранташ шĕвĕрт-ха. || Обманывать, надувать. Икково. Шĕвĕртсе хăвартăмăр. Ib. Шĕвĕртрĕмĕр вĕсене. Мы их обдули, надули. КС. Çав тарçă хуçине шĕвĕртсе хăварчĕ, надул. N. Мана ахалех шĕвĕртсе хăвараççĕ. Капк. Икровсем шĕвĕртсе хăварма та пултарĕç. Орау. Ачана шĕвĕртсе хăварчĕç, обманули. Кан. Шĕвĕртсе эрех илсе пыраççĕ те, килте хаклă хакпа ярантараççĕ. || Поощрять чему-либо. (“В результате своих поступков пускающийся на поощряемое может оказаться в комичном положени“). Городище Б.

шĕкĕлтет

пищать (о диких утятах). || Переносно — хорошо, дружно разговаривать. N. Пĕр йăвари кайăкăн чĕпписем пек шĕкĕлтетсе калаçса ĕçсе çиеççĕ. Альш. Ан шĕкĕлтет. Кан. Хамăр сут — ĕç халăх сучĕ,— шĕкĕлтетсе пыраççĕ повернăйсем. ТХКА 109. Кӳлĕ тавра хăмăшсем çинче темĕн тĕрлĕ вĕт кайăк çунатланса, саркаланса, шĕкĕлтетсе, хăмăшсене тая-тая юрлаççĕ. || Бегать мелкими шагами: Хорачка. Шĕкĕлтетсе каят ут (аран). Пшкрт. Орисене шĕкĕлтетсе каят (лошадь бежит и стучит вогами).

шĕкĕнтĕр

морковь. Сохрон-й., Кăмак-к., Синерь, Б. Хирлепы, Б. Илгыши. Чаду-к. Ан кул! Кулсан эпĕ те сана эсĕ пирĕнне шĕкĕнтĕр вăрланине ачасене каласа кăтартса култаратăп. Яжутк. Пĕр сар хĕрĕн кĕлетки çĕр айĕнче, çӳçĕ тулта. (Шĕкĕнтĕр).

шĕкĕр

слава, благодарность. Ск. и пред. чув. 94. Турра шĕкĕр,— халиччен усал сăмах илтменччĕ. Юрк. Пĕр авка турра шĕкĕр-ха, аван пурăнатпĕр-халĕ. Ib. Турра шĕкĕр, вунă пуç ĕне пур-халĕ, теççĕ. Баран. 65. Хăрантсуссем пирĕн алăра, тенĕ ăна. Тимахви каланă: апла пулсан турра шĕкĕр, ĕнтĕ чунăм лăпланчĕ, вилетĕп, тенĕ. Сала 180°. Шĕкĕр турра-пӳлĕхе, пичче ташла пуçларĕ. N. Атăл хĕрне антăмăр, кимĕ çине лартăмăр, шĕкĕр турра-пӳлĕхе, хĕртен арăм турăмăр. || КС. Пит шĕкĕр пурăнать. Славно живет. N. Турă пулăштăр сире чипер, пĕр шĕкĕр пурăнма. N. Пурте шĕкĕрех пурнаççĕ. КС. Шĕкĕр пурнаттăр-и? Все ли вы здоровы? N. Тантăшсемпе Чĕкеç хĕр улах ларать пит шĕкĕр. Вĕсен шухăш халапра, е такмакла юрăра. N. Унăн шăлĕсем пурте шĕкĕрччĕ. У него все зубы были целы. N. Тата ĕçлемелли тырăсем те шĕкĕр иккен. || Назв. сел. Шугуры.

шĕл

сплошной. Б. Крышки. Кăмакара шĕл кăвар. В печи только жар. Ib. Ун тухйи шĕл тенкĕ. У ней „тухья“ исключительно из серебрянных монет. В других местах шĕл = çара, çара кăвар, çара тенкĕ. Слакбаш. Шĕл кăвар, пылающие угли. N. Шĕл кăвар, горящие уголья. Сред. Юм. Вăт çôнса пĕтсе, кăварĕ çиç хĕмленсе выртсан: шĕл кăвар выртать, теççĕ. Чуратч. Ц. Шĕл кăвар, жар. Якейк. Шĕл кăвар, раскаленные угли. Ib. Шĕл кăварпа сăмавар час вĕрет. Альш. Кăмакана халех хупма юрамас-ха, шĕл кăвар выртат (один жар). С. Устье. Çак пирĕн йытта пĕр чашкăпа шĕл кăвар парăр. Чураль-к. Шĕл кăвар çунса выртать, тимĕр сенĕк лартнă, хура кĕçе сарнă.

шĕлеп

шляпка. Торп-к. Тăватă пичи пĕр шĕлеппе, пĕр пиçихипа. (Сĕтел).

шĕлепке

шляпа. Н. Карм. Шĕлепке çунатти (хĕрри), поля шляпы. N. Пĕр шĕлепке айĕнче тăватă пичче лараççĕ. (Сĕтел). N. Хура шĕлепке яклашка хĕрсем тавра çаврăнат-çке. ЧП. Шĕлепке çаптар. Собр. Тухрăм та карăм çулпала, хуп-хура çĕлен тĕл пултăм, тытрăм та сĕврĕм, шĕлепке кантри явтартăм. N. Кукăр-макăр çӳреме шĕлепке çыххи мар эпир.

шĕлкĕш

снег, пропитанный волою. Шибач. Шĕлкĕш — талый снег с водой. Орау. Шĕлкĕш – шывланнă юр. Зап. ВНО. Çын шăнса кайсан, ăна шĕлкĕшпе шăлас пулать. Человек замерзает, так надо утирать снегом, пропитанным водою. Хурамал. Çуркунне юр шĕлкĕш кăна пулать. СПВВ. МС. Шĕлкĕш тесе юрлă шыва калаççĕ. Зап. ВНО. Шелкĕш – снег, пропиганный водой; дряблый, рыхлый лед. Сред. Юм. Çуркунне шывпа юр хутăшнă çĕре шĕлкĕш теççĕ. Б. Крышки. Шĕлкĕш, весенняя вода со снегом. ЧС. Пĕр „Кайри улăх“ тиекен улăкра ямшăкăн лашисем шĕлкĕш ăшне кĕрсе ларнă. || Невеселый. грустный. Сред. Юм. Тем ыратать çав ачан, пит шĕлкĕш çӳрет хăй. СПВВ. МС. Кускер халĕ пĕтĕмпех шĕлкĕше кайнă теççĕ.

шĕлкĕшлен

напитаться водою (о снеге). КС. Пĕтĕм уй шĕлкĕшленнĕ, çуркунне пулчĕ (смесь воды со снегом). Хурамал. Сивĕре шыв шĕлкĕшленсе тăрать (пăрланса). || Стать невеселым, грустным. Тюрл. Темскер шĕлкĕшленчĕ-ха вăл (в жару, без аппетита, лихорадочное состояние человека). Сред. Юм. Çак пĕр-ик контанпа пуç ыратнипе ача чисти шĕлкĕшленсе кайрĕ. (Ему что-то не по себе; говорят только о маленьких). || Обуглиться. Тюрл. Мунча пулман ха, шĕлкĕшленсе юлчĕ (= шĕл-кăвар юлчĕ).

шĕлкĕшлĕ

вода со снегом. Питушк. Çул шĕлкĕшлĕ, путать, кайма юрамасть. Слеп. Шĕлкĕшлĕ йор. || Зап. ВНО. Вăл шĕлкĕшлĕ çӳрет. Он ходит невеселый, хмурый. Çутт. Авă весем, мĕскĕнсем, пĕр сиккеленмесĕр, шĕлкĕшлĕ лараççĕ.

шĕлтĕртеттер

понуд. ф. от шĕлтĕртет. Орау. Шĕлкемине шĕлтĕртеттерсе çӳрет (звякает мелкими серебряными монетами). КС. Пĕр кунтак мăйăр кăларса шĕлтĕртеттерчĕ. Шĕлтĕр-шĕлтĕр, подр. разнообразным звукам, получающимся, когда сталкиваются звонкие предметы. || N. Шĕлтĕр-шĕлтĕрсем анчах иртеççĕ (мелкий лед, остатки).

Шĕнер киремечĕ

назв. керемети. В. Михайлов. Шĕнер киремечĕ çĕнĕ çĕре кайни çинчен çакăн пек халлап çӳрет. Шопашкар уесĕнче Апаш ятлă ял пур. Çав ялтан çур Çĕрелле тухсан, уй пур. Вăл уя Шĕнер уйĕ теççĕ. Çак уйăн хĕрринче юхса выртакан çырма пур. Вăл çырма Шĕнер ятлă. Шĕнер леш енче вăрман пур. Вăрманĕ „Шĕнерпоç-саккас“ ятлă. Вăрман хушшинче типĕ çырма пур. Типĕ çырман лаппинче хырсем лараççĕ. Хырсем патĕнче пысăк чулсем выртаççĕ. Çав чулсене киремет пӳрчĕн никĕсĕ пулнă теççĕ. Апашра пĕр Микка ятлă ватă старик пурччĕ. Вăл старик хăватлă вĕрӳçĕччĕ. Выльăх-чĕрлĕх е ача-пăча чирлесен, ун патне суртма каятчĕç. Вăл ирхине апат çияччен сурса панă шыва ĕçтерсен, выльăх-чĕрлĕх чăнах та сывалатчĕ. 1860 çулсенче ака уйăхинче çак Микка Шĕнер уйне тырă акма кайнă. Вăл чылай çĕрлерехех уя тухнă. Уйра нимĕн сасă-чӳ те пулман. Тырă акма ытла тĕттĕмрен, çак Микка лашине тăварса утă панă та, хăй урапа патне ларнă. Вăл урапа аяккинче ларнă чух, темĕн çутти курăна пуçланă. Мĕн-ши ку? тесе, вăл сиксе тăнă та, Шĕнерпоç-саккас енелле çавăрăнса пăхнă. Çав Саккас çырминче ĕлĕкренех киремет пулнă. Вăл киремет таврари киреметсенчен чăн асли пулнă. Вăл киремете чăвашсем Шĕнер киремечĕ теççĕ. Ăна турă ывăлĕ тесе хисепленĕ. Микка çав киремет енелле тинкерсе пăхса тăнă. Малтан киремет пурăннă хыр кутĕнчен уйăх çавраки пек çутă çичĕ хут йăлтлатса тухрĕ, тет. Унтан пĕтĕм вăрман çуна пуçларĕ, тет. Вăрмантан хура тумтирлĕ çынсем тухрĕç, тет. Кӳммелĕ урапасем курăна пуçларĕç, тет. Ураписем, туртисем, пĕккисем ылттăнтан тунă, тет. Кашни кӳммине ултшар урхамах кӳлнĕ, тет. Урхамахĕсем йăпкăн-хура, тет. Çыннисем тем çинчен хытă сасăпа кăшкăрашса калаçаççĕ, тет. Киремечĕ пӳртĕнчен чаплă улпут пек тухрĕ, тет. Ун патне икĕ çын пĕр кӳммелĕ урапа çавăртса пычĕç, тет. Хай шавлакан çынсем, киремете курсан, шăп пулчĕç, тет те, хыпаланса урапасем çине ларма пуçларĕç, тет. Вара киремечĕ: „Каяпăр ку çĕртен!“ тесе хыта сасăпа каларĕ, тет. Çĕр чĕтресе кайрĕ, тет. Пĕтĕм вăрмана шотăртаттарса çĕмĕрсе, вут-хĕм каларса мал енелле тухса кайрĕç, тет. Киреметĕн пĕр тарçи урапа çине ларма ĕлкĕреймесĕр çавăнтах тăрса юлчĕ, тет. Паянхи кунчченех çав Шĕнер киремечĕ пурăннă вырăнта унăн тарçи хуралçă пек анчах пурăнать, теççĕ ваттисем.

шĕпĕл

заостренная палка длиною около метра, употр. при сдирании коры старой липы. Шурут-Нурусово. СПВВ. ЕХ. Шĕпĕл, ăна курăс ӳкернĕ чухне сӳмешкĕн пĕр патакран шӳретсе тăваççĕ. См. шĕпĕн.

шкалькă

шкальккă, шкалик. Микушк. Пĕр аллинче (у вего) шкалькă, тепĕр аллинче полштов.

шкульник

школьник. Нюш-к. Эпĕ çамрăк чух Хусана шкульнике исе кайма чăваш ачисене пухса çӳрерĕç. Ачасене ăсатма халăх уя тухрĕ. Ачасем пурте амăшĕсенĕн ури тупанĕсене, чĕччисене чуп-турĕç. Мĕн пурĕ пĕр çирĕм ача карĕç. (Куна маня Çĕн Пуянкассинчи Вестĕр каласа кăтартрĕ). Çав ачасемпе пĕрле Нӳшрен (Çĕн-Елпуçĕнчен) салтак арăмĕ ывăлĕ Ентри кайнă. Ентри ăмăшĕ Пурис ывăлин Иван матки пулнă. Вăл Иванпа Кăркана (Григорий) çуратнă. Упăшкине салтака тытса кайсан, пĕр ик-виç çултан Ентри çуралнă. Кăрка шăлнĕ патне Хусана темиçе хут киле-киле пăхнă. Кăрка киле тавăрăнсан: Ентри питĕ лайăх вĕренет, пĕр сăмах та илтмен вĕрентекенсенчен, тесе каласа кăтартатчĕ, тет. || Сред. Юм. Ĕлĕк салтака кайнă çыннăн кайиччен çоралса йолнă е хырăма йолнă ывăл ачи полсан, çав ачана та салтака каймалла тунă, тет, вара çав ачасене шкульник тенĕ, тет.

шликкелле тĕртни

особый вид тканья холста. Ст. Чек. Пĕр хĕç тĕлне пĕр пĕрчĕ хурса тĕртеççĕ, çав шликкелле тĕртни пулат, ун пек шăла пир тĕртеççĕ.

шраçлă

то же, что шăраçлă. Якейк. Икĕ питлĕ шраçлă пыççира пĕр тĕслĕ порçăн нумай полса, тепĕр тĕслĕ порçăнпа ылтарлă олăшса пырать.

штав

штоф. Сред. Юм. ЧС. Пĕр штав эрех. Чăв. й. пур. 190. Хупахран мана валли пĕр çур штав эрех илсе кил. Янш.-Норв. Вĕсем унта пĕр витре сăра, тата çур штава яхăн эрех илсе ĕçсе çиеççĕ.

най

песенная вставка. Лашм. † Вăрантăн-и, тăванçăм, ăшă ăйхăнтан, вăрантăн-и ăшă, най, ăйхăнтан, макăртăн-и сăпкари ача пек. Артюшк. † Тыт куркăна, тăванçăм, лар вырăнна, санăн вунă пӳрнӳсем, най, ывăнмĕç. N. † Тăван, уйăрăлтăмăр, най, пĕр çĕртрен, вăта çĕртен каснă шур улма пек. N. † Пире çичĕ ютсем, най, çиеççĕ, çылăхпе сăвапне пĕлмесĕр. Собр. Чăнкăр-чăнкăр туй килет, чӳрече виттĕр, най, туртать. (Кăвар туртни). Ала 58. † Эпир вуниккĕн пĕр тăванччĕ, эпир вуниккĕн пĕр тăванччĕ. Най, чечер лато, мой ладо. См. ай.

накас

(нагас), низкорослый. Шарбаш. Сред. Юм. Накас, толстый, неповоротливый и ленивый человек. Ib. Пĕрехмай пуртре ларать пирĕн накас, ним ĕç те тумас. || Упрямый. N. Анчах ытла та накас: пĕрмаях пĕр япала çинчен калаçма тăрăшнă.

наккă

вот (от русск. на-ка!). N. Иккĕн пĕр тантăш пулнă, тет. Пĕри авланнă вуник çулта: ватă хĕсепне кĕнĕ пек туйăннă хăйне. Леш хăйпе танăш юлташĕ выляма чĕннĕ те: Якур, выляма кил! тесе чĕннĕ. — Эп санпа выляма ача-им? Унччен те пулман, хайхи, Якур пăру хӳринчен тытнă, тет те, наккă вĕçтерсе çӳрет, тет. Арăмĕ ятлать, тет: мĕн ухмахланса çӳрен, тесе.

наклăх

(наклы̆х), напрасно, ни за что. ППТ. Çăтăлнă çăпатасене наклăхах кăмакана пăрахса çунтармаççĕ, яланах калăм кунĕ валли пĕр хӳтĕ çĕре пуçтараççĕ. См. накăлăх.

нарут

народ, люди (от русск. народ). Трхбл. † Çакă килти нарут вĕркеççĕ, вĕсен каяс вăхăтсем çитнĕ пуль. Альш. † Ĕнтĕ шав-шав нарут, кĕр-кĕр нарут, мĕшĕн кĕрлеет-ши çав нарут? N. Пĕр виç кунхи пăхатир нарута чавсапа тĕртсе ярса, нарут пĕтĕмĕшпе тăкăннă, тет.

наруш

нарочно (от русск. нарочно). ЧС. Сăра тунă чух чӳклеме хурĕпе пĕрле, сăра чӳклеме тесе, сăрине пĕр пичĕкине наруш, чӳклеме пичĕки тесе, уйрăм тултараççĕ.

начар

(наζар, наџ̌ар, Пшкрт: начар), плохой; плохо. С. Айб. † Пире вăйă вылляма начар хĕрсем кирлĕ мар. Янтик. † Мĕншĕн шăппăн тăратăр, туя начар тăватăр? Туя начар тумашкăн пирĕн аппа начар мар. N. Ача чухне вăл пит начар сывлăхлă пулнă. Юрк. Начар вылятăн, капла вылянипе кăна эсĕ чăваш арăмне ташлаттараймастăн, авантарах выля. Сред. Юм. Начар пай шăпа — начартарах çĕрти анасĕне шăпа ярса тôхнă ана. Ку ана пирĕн начар пай шăпа. N. Вакун начар каякан пулчĕ. ХЛБ. Начар сухаласан, лайăх çĕр çинче те тырă начар пулать. Н. Якушк. † Эпир начара илместпĕр, ялан лайăха илетпĕр. (Свад. п.). N. Кашни çул утă начартан начар пулса пыра пуçларĕ. Бес. чув. 15. Кĕпер начартан тĕттĕм чух каçма кансĕртерех пулнă. N. Шăшисем ĕç начаррине курса калаççĕ: атьăр, шăшисем, урăх мачча çинчен анмăпăр, теççĕ. || Слабый, хилый. Лашм. † Матур пулаймарăм, начар пултăм, çичĕ ют кăмăльне килеймерĕм (не понравилась). СЧУШ. Начар çын пуринчен малтан тырă вырма пуçласан, çав çул пилĕк хытă ыратать (и наоборот: лайăх çын и пр.). N. † Эпир начара каяс çук, начар çумне выртас çук. || Бедный. Пшкрт. Регули. 946. Пĕр начар çынна патăм. Ib. 860. Вăлсам поянтарах халăх, эпĕр начартарах. Трхбл. Начар улпут та апат хыçĕнчен виçĕ сехет канат, тет. N. Начар, бедняк. || Больной. N. Анӳ пит начар (о старухе).

начаркка

плохонький, слабенький. Альш. Ĕлĕк пĕр пуппалан начарккарах чăвашăн анисем юнашар пулнă, тет. Календ. 1906. Çутă пулмасан курăк анчах мар, пур ӳсекен япала та çапла начаркка ӳсет. Бур. Вăл пăру начаркка анчах пулнă. N. Начарккаскерне исе-и?

начарлан

стать плохим. N. Çĕр пĕр-икĕ çултах начарланса каять. || Обеднеть. Регули. 160. Сотă тунипа (сотă туса, сотăпа) начарланчĕ. || Заболеть. Тогаево. † Лачакари кăвакал начарланма пуçларĕ. || Исхудать, истощаться. Баран. 125. Çуркунне упа пĕтĕмпе начарланса çитет.

начасра

очень скоро, быстро. N. Пĕр начасрах пуçтарса сисе пĕтереççĕ. Карсун. Пĕр начасрах чунне илтĕмĕр.

наччасра

в короткий промежуток времени, живо, быстро. Юрк. Пĕр наччасрах чунне илтĕмĕр (умертвили его). Альш. Сиккипе (вскачь) наччасра çавăрăнса килчĕ, тет, кӳлĕ тавра. Ерех 5. Наччасра пĕр четвĕрте хучĕç те, пуçĕсем хĕрсен, татах эрехе хĕрте пуçларĕç. N. Кăшт-кăна ан пăх, наччасрах (сейчас) мĕн те пулсан илсе каять.

нашт

подр. шмыганию. Орау. Манкине нашт! туртса ларать. N. Çарран пӳртре пĕр-икĕ каллĕ-маллĕ кайса килсенех, вара ман сăмса нашт тăвакан пулать (залегает от насморка). Сред. Юм. Сăмсине нашт! туртса илчĕ. Шорк. Сăмсине нашт! туртать (тогда получается продолжительный, но резкий и сравнительно тонкий звук). N. Çын умĕнче сăмсана нашт тутарса ларни лайăх мар вăл.

несĕлсĕр

безродный; бесплодный. N. Эпĕр ун арăмне халиччен ача туманнипе: вăл пĕр несĕлсĕр пулĕ, тесе, хăратпăр.

нехекрен

(н'эhэкрэн), ни с того ни с сего; без вины. Изамб. Т. Ку ĕç нехекрен пулчĕ пулĕ, эпир айăплă марччĕ. Ib. Нехекренех çунса карăмăр эпир (без вины, причины). Ib. Нехекрен тĕрмере выртăрăм (без вины). Кайсар. Нехекрен пулнă, (по нашим грехам, за наши вины). СПВВ. АС. Пĕр айăпсăрах сута хураççĕ те çынна, вара: нехекрен асапланат, теççĕ. Н. Уз. Нехекрен лекрĕ, потерпел без вины (напр., обвиненный неправильно в воровстве).

никит

подр. звуку гармоники. Пазух. Никит, никит хут купăс, хут купăсне каласа, пĕр пархатар курас çук.

Никĕс хывни

назв. обряда при заложении фундамента дома. Ст. Чек. Урайне сарма тытăнсан, хуранпа пăтă пĕçереççĕ. Пĕр штух эрек кăлараççĕ. Çиеççĕ кĕл туса: никĕс хăватпăр, турă телей патăр, çăккăрлă-тăварлă пултăр, тура çак сăккăр-тăвартан иксĕл ан тутăр, выранĕнче çĕрмелле пултăр! Кайран вара четвĕрт те, ытла та лартнă кулять (гулять) тума.

никрес

неразговорчивый, несколько горделивый. Ядр., КС. Чертаг. Никрес = чĕнмесен чĕнмест, пĕр ятла, ма тытăнсан, хыт ятлаçать. Мыслец. Никрес = гордый. См. нӳркес.

ним

то же, что нимĕн, ничто, ничего. Якейк. Ним тума та ним те çок. Ib. Нимне пĕлми ĕçлет. Работает из всех сил. Ерк. 115. Çинçе çинче паллашни нимрен паха ĕмринче. N. Сахăрнăй песок пĕтсен, çырласемпе ĕçкелерĕмĕр те, ниме пымас. СТИК. Ачисем тем пек хавасланса çитеççĕ; часрах нимне пăхмасăр вăрмана çырлана чупаççĕ. ЧП. Нимрен шурă хырăн варрисем. N. Нимне те, никоим образом. N. Ним пĕлми пулас, обморок. Сам. 27. Маншăн эс савăк ачаллăх сăпки, иккĕмĕш анне пек нимрен çывăххи! N. Çăмăр витĕрех лашисене кӳлсе, çынсем килелле нимне пĕлмесĕр лашисене çаптарса çĕмĕрсе тавăрнаççĕ. Сред. Юм. Паян яшкана воçех пĕçере пĕлмен, ним тути те çôк яшкан: ни тути çôк, ни вĕри мар. Ib. Эс ним те пĕлместĕн. — Çапла эп пĕлместĕп, эс пĕлен те, епле çӳрен. (Говорит с иронией, сарказмом). N. Вăрă пуçне кăларсанах çивĕчĕ пуртăпа ним мар касса татрĕ, тет (ача). Ала. 95. Ним хусканмасăр шăп пер эрне çăвăрнă. Ib. 25. Çавă кулĕре вара хайхи улпут Ивансене хăваларĕ-хăваларĕ, ним туса та тытаймарĕ, тет. Б. Чураш. Юлташпа эпир пăхса тăратпăр, ним тума та пĕлместпĕр. N. Çын вĕлерни вĕсемшĕн ним пек те мар. Регули. 983. Ним поплеме те аптрарăм (поплеме те пĕлмерĕм). Ib. 984. Ним ĕçлеме те каламарĕ; ĕçлеме ним те каламарĕ. Ib. 985. Он туни (он поплени) ним те мар. Ib. Нимшĕн те çиленместĕп. Кан. 40–50 пăтпа тухуринчен ним те мар хăпарса каяççĕ (лошади). М. Васильев. Ĕлĕк ним мар полнă мĕн. N. Хаçат-япала та ним хисепсĕр, теççĕ. Чет пути. Хăй пит аван çынччĕ, ачисем нимне юрахсăр пулчĕç. Н. Сунар. Нимрен нумай мĕн пур? (Çăлтăр пĕлĕт çинче). Шептак. Халĕ пирн килĕшпех лайăх порнатпăр, ним сомах-йомах та çок. СТИК. Ним юрăхĕ те çук. Ни к чему не годен. Орау. Ним курăнасса пĕлмест (очень бойкий). Сёт-к. Яппони вăрçинче пирĕн ялти Ваçок Емеленĕ ним сас-чусăр çохалчĕ. Имен. Иван нимне пĕлмесĕр уху (хăй) шырама тохса карĕ. Истор. Ним çиме те пулман. Орау. Ах ачасем, кăнтăрла çитсе килет, эпĕр ним чул та выраймарăмăр, атьăр-ха, васкарах вырар. Çĕнтерчĕ. 49. Ним мар çынсемех шутлă çынсем пулса тăчĕç. Б. Аккоз. Ним çисе тăранса пурăнма çук. Нечем жить. Эльбарус. Çавăн пек вĕрсен кайран пĕр каçхĕне ним манерсĕр йăнăшкаласа кантăк патне, е алкомне, е орама чопса тохса вĕретчĕ, тет. N. Ним пĕлмесĕрех укçана юратакан пулать. || Совсем не... N. Ним хăрамасăрах. || То же, что нимĕнле. АПП. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм ним ытарса тухса пулмарĕ. N. † Ай-хай тăванĕсем чунĕсем, ним ытарса уйăрлма пулмарĕ.

нимĕн

(н'имэ̆н'), ничто, ничего. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесĕр каллех Алекçейне хăй патне чĕнсе илет. N. Вăл нимĕн те мар: хутаç хутаçах, сурпан сурпанах, тӳре мар [пишущий смешивает тӳрĕ (nom. dactonis), тӳре судья]. Юрк. Пӳрчĕ çуннине курсан, хăраса, ни сӳнтере, ни кăшкăра, нимĕн тума пĕлмеççĕ. Ib. Ку çапла ӳсĕрĕпе килте çук япалана, сутăн илменнине ыйта пуçласан, нимĕн калама та аптăрат. Баран. 87. Нимĕн тăвайман енне, ямшăк лаша таврашне тӳрлетсе çӳрет. N. Нимĕн мар айăпшăнах сана военный сута пама пултараççĕ. N. Халĕ вĕсем пĕри те нимĕн тума пĕлмеççĕ. Сборн. по мед. Вăл тĕле йĕппе чиксе пăхсан, нимĕн чухлĕ те ыратмасть. Альш. Тата çавăнтах, юнашарах, çиччĕ-саккăр тенкĕшерлĕх кĕмĕлсем çакăнса тăраççĕ, хыçалта нимĕнех те çук. Ib. Пĕри кĕрет, тепĕри тĕртет. Нименне пĕлмес, курма пынă (ребята). Букв. 1904. Ăна пытарнине эпĕ нимĕн те астумастăп. N. Ку вăрмана ĕнтĕ нимĕн пулсан та (ни в коем случае) касмăпăр, тесе тупа турĕç. N. Ун пек чух упи парăм илме пынă çын пек нимĕн час каймасăр, тек каллĕ-маллĕ пăхкаласа, çиме кăлăрса парасса кĕтсе тăнă. Синерь. Мăнаçи тирки ман тиркĕ, нимĕн туса та упĕнтереймĕн. (Йитем). N. Тарçи, нимĕне пĕлмесĕр, çав çырăва княç ашшĕ патне илсе çитерсе панă. КС. Нурса кайса выльăх лекĕрине илсе килтĕм, вăл та нимĕн пулнине те пĕлмерĕ (не мог определить болезни). Ст. Сережк. Алăсем-урасем шăнса кайса нимĕн туйми пулатчĕç. ТММ. Нимĕн çукран нимĕр. БАБ. Нимĕн тума та çук. Ничего нельзя поделать. N. Вĕсем ĕненменни туррăн тĕрĕслĕхне çухатать-и мĕн вăл? Нимĕн чухлĕ те (нисколько). О сохр. здор. Вара пилĕк тĕслĕ япаласем (вещества) пурте çителĕклĕ пулаççĕ, нимĕнĕ те сая каймасть. N. Нимĕнрен малтан чун çĕрне хушасшăн тăрăшас пулать. N. Çавна илсе кĕрсе пăрах та, вăл нимĕн те мар вилĕ. Изамб. Т. Укçа пур та мĕн, нимĕн те мар. ГТТ. Çын вĕлерни вĕсемшĕн нимĕн те мар. Ала. 11. Нимĕн туса та паман. || Никакой. Ст. Чек. Нимĕн тутарĕ те çук унта (вместо: пĕр тутар та çук унта; ниепле тутар та çук унта). N. Çапла вара пĕвесенче нимĕн шывĕ те юлмарĕ. N. Эпĕ мĕнлетлĕ шанса, ĕмĕтленсе тăнă çĕртен, нимĕн ĕçре те намăса юлман (не плошал).

нирке

венец, звено (сруба). Кан. Тата кусемсĕр пуçне çурт-йĕр тăвакан коопераци икĕ çурт, пĕр опшчешитти тума нирке хурать. Никит. Аялти ниркесене вырнаçтарса хурсан, кашнă кĕтессе пĕрер хĕрес хураççĕ. Сред. Юм. Шôлтрарах пĕрене пôлсан, вон ниркепе çитет ôлă пӳрте. Ib. Хôралта миçе нирке пуранине калаççĕ. Янтик. Паян пилĕк нирке çиç ухтартăмăр (ряд бревен) || Порядок. Сред. Юм. Ниркине тôпнă; ниркесĕр. N. Вăрçă ниркине ху пĕлсе тăратăн. N. Банк епле ниркепе (йĕркепе) çĕр илме пулăшассине пăхмаççĕ. || Назв. узора на рукаве женской рубахи. Алдиар.

ниш

назв. детской болезни, «собачья старость». КС. Ачана ниш пулчĕ (ерчĕ, слабеет, делается вялым). Ib. Нишлĕ. 1) больной ниш'ем, 2) вялый (вообще, хотя и здоровый). Магн. М. 14). Ача ниш, ниш чирĕ, нишлĕ. Н. Карм. Нише кайнă. — Пĕчĕк ачана нишлес такмакпалан, теççĕ. Нише такмакпа (кожаная сумка) сăваççĕ (ворожат), çăкăрпа сăваççĕ: çăкăр пек тулли пултăр, теççĕ; (пĕреллĕ виççĕллĕ) саккăрлă-тăххăрлă сăваççĕ те, пăрахаççĕ такмака, унтан вара ача чĕрĕлекенни чĕрлет. Пысăк çынна та, начаррах пулсан: нишлĕ, теççĕ. Нишĕ тавăрăнса кайтăр, пĕрре сăвап, виççĕ, пиллĕк, çиччĕ, тăххăр, тăххăрăшĕ тăхăр çĕре тавăрнса кайтăр. Якейк. Пирн ачая ниш ернĕ. Ачан, нишленсе кайсан, тирĕпе шăнни анчах йолать. Ib. Ниш ачасене воник çол таранччен ерет. Ниш корĕкпе тĕтĕрсен, нишрен хăтăлать, теççĕ. Могонин. Ниш ак мĕн: пĕчĕкçĕ сăпкара выртакан ачана типĕтсе, хăртса яракан чир. Если йăвăç лартсан, усал йӳçĕ шупа шăварсан, типсе-хăрса каять, çавăн пак ача çуралсан, усал шупа çусан, е амăш сĕт пама пĕлмесен, ачи ырханланса каять те: ачуна ниш ернĕ, теççĕ. Чавашсам ăна ак çапла тӳрлетеççĕ. Пĕр çулталăка çитиман пĕчĕк ачана ниш ерет, ниш ерсен, амăшĕ пĕлет те, нише тӳрлетме ачана вутăпа пĕрле кăмакана хурать те, амăшĕ кăшкăрать: эп хам ачана ернĕ нише çунтаратăп, тет. Нишрен чĕртме çапла сивĕ кăмаканах хутаççĕ. Тата çав ачана тылăпа тыланçи полаççĕ, портăпа касанçи полаççĕ, çĕçĕпе чикенçи полаççĕ, килĕпе тĕвенçи полаççĕ, тата ыттисем те пит нумай, каласа та пĕтерес çук. Амăшĕ кашни сăмахрах: ниш тыллатăп, ниш касатăп, нише чикĕтĕп, нише тĕветĕп, тит, ачана сивĕ хурана ярать те, вучах çине çакать те, хуран айне вутă хуранçи пулать; чăнах та ачи чĕрĕлет, çапла тăрăшса хăтлансан, такам та ĕненмелле, ку пирĕн чăваш хушшинче халь те пур, такамран ыйтсан та, пурте çак ниш çинчен калама пултарать. Латыш. Хăçан та хăçан çак кăмака нише каять, çавăн чуне тин нише кайтăр çак ача.

нишле

совершать обряд и наговор для лечения «собачьей старости». Чеб. Ача чирлесен нумайĕшĕ нишлеççĕ; нишлеççĕ çапла: такана айне хораççĕ ачине, такана йĕри-тавра хораççĕ йĕтĕн-сӳс. Она чĕртеççĕ, вара нишлекен такана çине чикет косарпа, вăл калат: ниш, тох, тох! N. Ачана нишлени. Ачана такана çине хураççĕ те çăкăр кĕреçи çине хурса кăмакана виç хутчен чиксе кăлараççĕ. Унтан таканапа ачана йăтаççĕ те, картиш тăрăх йăтса çӳреççĕ. Пирвай пусмайне илсе кĕрет те, кала пуçлат: «Йытă-качака нишĕсем, чăх-чĕп нишĕсем, сысна нишĕсем, кушак нишĕсем — пурте тухтăр çак ачаран», тет. Унтан витене илсе каяççĕ, унта та калаççĕ: «Лашасем нишĕ пулĕ, вăлсем те тухчăр, тихасен нишĕсем — пурте тухчăр». Унтан картана илсе каяççĕ те, калаççĕ: «Ĕне нишĕсем, сурăх нишĕсем, путексен нишĕсем, пăрусен нишĕсем, пурте тухса вĕрен çине вĕçсе кайччăр», теççĕ карчăксем. Латыш. Амăшĕ, юмăç каланă тăрăх, нишлеме пĕлекен ватă карчăк патне илсе каять ачине. Ib. Час-часах начар апатпа ик-виç çулхи пĕчĕк ачасем пит начарланаççĕ. Пĕчĕк ачан мăйĕ çинçелет, хырăмĕ пысăкланать. Амăшĕ, юмăç каланă тăрăх, нишлеме пĕлекен ватă карчăк патне илсе каять ачине. Нишлеме иккĕн кирлĕ: пĕри карчăкки, тепĕри евчи. Нишленĕ чуне пӳртре çăкăр пĕçереççĕ. Карчăкки ачана пикелет (= пиелет) те, çăкăр кĕреççи (= кĕреçи) çине хурса вĕри кăмакана çăкăр çине виçĕ хут чиксе кăларать çапла мăкăртатса: «Çак ача кăмака нишне кайнă пусан, кăмака нишĕ тухтăр çак ачаран; кăмакана юлса çунса кайтăр вăл; хăçан та хăçан çак кăмака нише каять, çавăн чуне тин нише кайтăр çак ача. Амăшĕ пиçикине салтать те, хĕвĕнчен чиксе аялтан виç хут кăларать. «Таса ача çуралать», тет карчăкки. Тĕп сакайне виç хут чиксе кăларать карчăкки. «Тĕп сакай ниш тĕп сакайне юлтар», тет. Сӳсмен витĕр виç хут кăларать. Сӳсмен нишĕ тухтăр çак ачаран, тесе. Ачине арăк çине хурать те, кĕлте çыххипе сăтăрса, çапла каласа ларать: «Тыр вырнă чух ача кĕлте çыххи нишне кайнă, вăл ниш тухтăр. — «Ача мĕнле нише кайнă ку?» тет евчи. — «Мучала нишне кайнă, мучала пек çемçелнĕ, мучала нишне кăларап-ха, тет карчăкки тирĕк мучалине сăтăрса. Евчи ыйтать: «Мĕн нишне кайнă?» — «Ача тăрна нишне кайнă та, ăна кăларап-ха, тет ачана тăрна тĕкпе сăтăрса. Ачан хырăмĕ пысăкран такмак ăшне виç хут чиксе кăларать. «Такмак ниш тухтăр». Унтан евчи авсăн таканипе чăх, лаша, хур навусне илсе кĕрет. Карчăк ачана çав навус çине хурса авăсать, çапла каласа: «Чăх навусĕ, ху нишна ху исе кай, хур навусĕ, ху нишна ху исе кай, лаша навусĕ, ху нишна ху исе кай». Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать, хăй прехмай хуллен мăкăртатать. Пăртак тăрсан ачине илет те, кĕрĕкпе чӳркесе сак çине хурать. «Виç куçлă ие тухтăр, пусма айĕ ийи тухтăр, карта ийи тухтăр, кăмака ийи тухтăр, уй ийи тухтăр, вăрман ийи тухтăр»... тесе пит нумайччен ачана пилеш хуллипе çаптарать. Ачи пит макăрать. Карчăк ачана илнĕ чуне евчи ыйтать: «Ачаран нишисене, ийисене пурне те кăлартăн-а?» — «Йăлтах кăлартăм, пĕр ниш те юлмарĕ», тет карчăк. Унтан вăл курка çине шыв, кĕл, кăмрăк, тăвар ярса, алăк янаххи çинче ача пуçĕ йĕри-тавра виç хут çавăрать те, çав шывпа ачана çăват. Вара ачана тула исе тухать те, чӳрече витĕр амăшне тыттарать. «Таса ача парап сана, нишсем, иесем кайнă унтан», тесе. Амăшĕ илет те, шур кĕпе тăхантарать. Ку чăваш йăлине авалхи тĕне кĕмен кăрчăксем анчах пĕлнĕ. Халь пирĕн ялта пĕр карчăк пĕлет. Ман анне евчи пулнă çак ачана нишленĕ чуне, анчах карчăк сăмахĕсене пит шăппăн калать, тет, çавăнпа пурне те лайăх илтмелле мар, тет.

нишлĕ

слабый. Мункачи 42. СПВВ. ИА. Аллă çула çитрĕмĕр, пĕр ача пулмарĕ, утмăлăшне тусассăн, пĕр ача çуралчĕ, вăл та пулин нишлĕ пулчĕ. СПВВ. ГЕ. Çын кăшт чирлесен, темиçе уйăх чирленĕ çын пек ахлатса çӳресен: ун пек нишлĕ çын та çук, теççĕ. СПВВ. ЕС. Нишлĕ — час-час чирлекен, начар, çемçе çын. Сред. Юм. Темле пит нишлĕ ача ку, пĕрехмай мăйăлтатса çӳрет. || О животных. СПВВ. КЕ. Нишлĕ — питĕ начар выльăх, начарланнăçем начарланат, ăна темĕн чухлĕ апат паратăн, çăкăр çитеретĕн, çапах чĕрлеймест, пурăнсан-пурăнсан, вăл вара вилех каять. СПВВ. ФВ. Нишлĕ — начар чăх чĕпписене, хур чĕпписене, вĕçен-кайăк чĕпписене калаççĕ. Ку хурăн чĕпписем пурте пăлатна, пĕри анчах нишлĕ, начар, теççĕ. СПВВ. Нишлĕ хур-чĕппи. Сред. Юм. Пит йĕрсе çӳрекен ачана: нишлĕ хôр-чĕппи пик, теççĕ.

нияк

(н'иjак), кажется, как будто (от русск. никак). Юрк. Урăх çырас сăмах çук нияк. Ib. Хам çирен пур хыпарсене те çырса пĕлтертĕм нияк; тата эсĕ епле пурăннине ытса пĕлем, пушă пулсан, пĕр-ик сăмах çырса ярса мана та пĕлтерсем. Яргуньк. † Кикак, кикак хур сасси, ами вĕçсе каþ нияк, аçи тăрса юлч нияк.

нивушлĕ

нивушли, неужели. КС. Тăв. 58. Нивушли ман пурнăçра пĕр савăнăçлă кун та пулман пулĕ.

ник-няк

(н'ик-н'ак), подр. звуку гармоники (кармунь). Завражн. Шарбаш. Ник-няк кармони, кармонине каласа, пĕр пархатар корас çок. Шорк. Ачасем урамра ник-няк, ник-няк, тесе, хут-купăс каланă пек туса çӳреççĕ.

никçон

то же, что никçан. Тюрл. N. Пĕр сăмах каласа питĕ чона витертĕн, эпĕ она никçон то манас çок, питĕ чĕрене касса тăрать.

ниçта

нигде, никуда. Юрк. Пур прикасра та çынсем ниçта юрăхсăр пăсăлнине курат. Ib. Пĕр ик-виç çын кĕрсен, ниçта ларма, ниçта шăнăçма. Орау. Пырса кĕрсен, ниçта кайса кĕрессе пĕлмест (очень рад, что пришел). Cобр. Ниçта кайнине пĕлмерĕм. Не знал, куда они покатились (яблоки). Коренькоз. Фу-ти, латсăр, ниçта çук! Вот çынсене ĕнен эс (об очках). Чăв. й. пур. З7. Вара лашсене пит хытă хăваларĕç, ниçта илсе кайнине те пĕлмерĕм, тенĕ. Альш. Унтан ӳсет, авланат та, арăмĕ татах, ниçта вĕренменскер, ниçта тухса курманскер, асламăшĕ-кукамăшĕ вĕрентнипе пурăнат. Сред. Юм. Паян ниçтах та тохман эп пӳртрен те, никам килнине те кôрман йôт çынна. || Везде, где бы ни, куда бы ни. N. Пиччен хыпар Илемренпе (с Ильина дня) çук, ниçтине те пĕлместĕпĕр. N. Ниçта кайсан та, пĕр эсĕ анчах аса килен. Сред. Юм. Ку корăк ниçта та ӳсет (везде растет): Хосан кĕпĕрнинче те, Москавăннинче те, Питĕрĕннинче те. Никит. Вăл ниçта та прех, тет.

ниçтан

ниоткуда; никак. Каракыш. Эпĕ уна ниçтан та илес çук (никак не могу достать ее). Никит. Выртат пĕр кун — выртат ик кун, ниçтан та çăмăллăх çук. N. Тăлăпа ниçтан та парса яраймарăм. Тулуп переслать было не с кем.

Нитак

(н'идак), фамильное прозвище. Кан. Нитак Керли хăйне пĕр тăван шăлнĕне кунĕн-çĕрĕн асаплантарать.

нихăш

никакой, какой угодно; никто, ни один. N. Çапах эпĕ нихăш кун та хăрамăп. Календ. 1906. Вара кунтан (хатĕр) яра пуçларĕç. Анчах пит инçерен, пĕр чукун çул анчах кайнăран, нихăшне пĕрне ярса çитерме май пулмарĕ. Дик. леб. 52. Ун пек туя халиччен нихăш патша та курман.

нумай

, номай, нуммай, много, в большом количестве. О сохр. здор. Тата урăх тĕрлĕ те нумай сивĕрен пăсăлма пулăть. Т. Григорьева. Нумай пĕтет, сахал çитет, теççĕ. (Послов.). Ib. Нумая шыраса сахалсăр юлать, теççĕ. Якейк. Нумай пĕл те, сахал калаç. Б. IЗ. Нумай пĕтĕ, сахал çитĕ, пĕрле пурăннине мĕн çитĕ? N. Сахал пулсан та, нумай туса ил. Регули 867. Номай çын кайрĕ, вилчĕ; çынсам кайрĕç, вилчĕç. Ib. 868. Онта номай çын сана полăшмалли. Ib. 417. Кăçал кайăк номай поль. Ib. 229. Эп ĕçлекене номай корса, кон пак ĕçленине (ĕçлекене) корман. Ib. 216. Ман паян ĕçлекен номай. Альш. Вăл хĕрлĕ йĕмре те çавăн пекех пуринчен ытла хĕрлĕ нумай. Хĕрлĕ çине е кăвак, е шурă, е сарă кӳртнĕ. Вишн. 71. Нумай çĕрте çырмасене е арманшăн, е шыв кӳлентерсе тăратасшăн пĕве-пĕве хураççĕ. Ib. 61. Выльăхсене çуреме сирĕн çаран пулсан, анăрсене çаран тăвăр. Апла пулсан, сире наклат пулас çук, усси нумайрах пулĕ. N. Выльăх нумайтан мар ку япала, пирĕн çарансем питĕ начарланса кайрĕç. Альш. † Нумайран мар çак кунсенче хĕрсемпелен вылярăмăр. Нюш-к. Чăвашсем кулакан çынтан: нумаях пулас çук унтан, теççĕ. С.-Устье. Нумай та пулмарĕ, тет, пĕр ывăл фунарпа хĕç илсе çав салтаксене вĕлерме пычĕ, тет. N. Нуммай та хăвармарĕç. Совсем мало оставили. ЧП. † Арчи-арчи панулми, хĕрлинчен шурри пит нуммай. Орау. Тăрничакки (назв. какого-то предмета в игре) нуммай вĕçлĕ енĕпе (пуçĕпе) тăрăнсан, тăрăннă вĕçĕ миçе вĕçлĕ, çеккĕлне çавăн чухлĕ турата шутласа хапартса лартаççĕ. || Намного, много раз. Регули 1379. Вăл мантан номай ăста (мантан итларах ăста). N. Вăл Байкал кӳллинчен нумай хĕвел тухăçĕ енче. Висĕ пус. ЗО. Вĕсен тымарĕсем, çĕре ытти тырă-пулăсен тымарĕсенчен нумай тарăнтарах кĕрсе кайса, унтан хăйсене валли нӳр илсе тăраççĕ. N. Кун пек туйсенĕн ăрасхучĕ пĕр çирĕм пилĕк тенкĕрен нумай ытлах пулмасть. Баран. 12. Манăн умра нумай çӳлте, Днепр шывĕ тĕлĕнче, авалхи хула Киев тăрать. Альш. Ют ялтан хĕр-сăри каçпа, нумай çĕрле, тин тавăрăнат. || N. Аллă нумай-и, çирĕм нумай-и? Что больше: 50 нли 20? || Самое большее. Хорачка. Вăл отмăл конта полат, çарнат тырă ене, нумай ларат отмăл олттă сутка, вураччă, çапаччă. О сохр. здор. Ăна (шкуру) сутса эпир нумай укçаллă пулас çук, пит нумай пĕр виçе тенкĕ илĕпĕр. || Долго. N. Нумай ан çӳре. Долго не ходи. N. Эп пырсан (килсен), нумай та тăмарĕç, вăсем те персе çитрĕç. Ала 15°. Нумай та пурăнман çамăрк хуçа, киле хăш кун киле çитмелли çыру янă, тет. N. Ыранах кантура кайса çыртар (заяви жалобу). Нумая ан яр (не откладывай). Никит. Матки килеймерĕ-ха, темме нумая юлнă. Изамб. Т. Нумай выртап-и? сахал выртап-и, пирĕн йытă вĕре пуçларĕ. Альш. Акă кайрĕç, тет, салтаксем хăвалама. Акă нумай пыраççи, сахал пыраççи, хай салтаксем çитеççĕ, тет. Регули 1236. Вăл онта номай порнать. Вăл килни номай полать. Ib. 1238. Номай полмаçть вăл контачĕ. Ib. 848. Ман паян номая пырас çок. Ib. 807. Номай полать эп она çĕклесе çӳрени. Букв. 1904. Нумай пулчĕ-и, сахал пулчĕ-и, юлташсем мана кăшкăра пуçларĕç. N. Нумай тăмаст, бывает непродолжительно. Якейк. Çомăр нумая каþ. Ib. Ма нумай тăрать. Как долго (тянется). Кан. Вăхăт çитсен каласа парĕç, нумая кĕтнĕ, сахала кĕтĕпĕр. Ib. Эсĕ вăхăт нумая кайиччен Кĕркурирен укçуна илме тăрăш. ППТ. Тепĕр касса кайсан, вара нумаях çӳреймеççĕ. Нумай кĕрсен, пĕр-ик-виç килле кĕреççĕ. Юрк. Нуммай та çапла çывăрса выртмаççĕ, хай сӳннĕ, тесе, пĕлнĕ. Юман кăмпийĕ çĕнĕрен амаланса кайса çуна пуçлат.

Нухай чулĕ

(нуhаj), назв. камня. Иревли. Аслă Сĕнчелĕнч чулсене хăвăрах курнă пуль. Пĕр-пĕрин сăмахĕпе вĕсем çинче çыру çук, тата хăшĕ-пĕрин сăмахĕпе пĕр чулĕ çырулă имĕш. Çав чулсене пĕри «Нухай чулĕ» тет; тепри пур, «Мулла чулĕ» тет.

нохаля

(нођал'а), нагайка. Пшкрт. Торп-к. Путарнă чохне (когда хоронили) пĕр хора йăтă тохнă, тет те, нохаляпа вилнĕ çынна виççĕ çаппĕр, тет. Çавă хора йăтă çапсассăн, вилнĕ çын çĕр тĕпне анса карĕ, тет. N. Нухаляпа çаптарса. закладка

нушалан

мучиться, страдать, бедствовать. Сала 112. † Пирĕн пек те мĕскĕн ачисем нушаланать çынсене юрасшăн. Четырлы. Крестьянсен нуши выçлăх çул та, тырă пулнă çул та пĕр пек, мĕшĕн тесен тырă пулман (выçлăх) çул, ку çула епле ирттерсе ярас-ши тесе, нушаланаççĕ? С. Дув. † Ĕнтĕ çамрăк пуççăм, айван чунçăм, нушаланать çын çине кĕресшĕн.

нӳме

помочь. Шибач. Изванк. Пĕр-пĕр нӳме тунă вăхăтра. N. Нӳме çинчен каланă сăмах. См. ниме, миме.

нӳхреп

(н'ӳхрэп), погреб. Пшкрт. N. Петранăн нӳхреп тулли сăра пур. (Такмак). Кан. Карчăк нӳхрепрен сĕт илсе тухрĕ. Аттик. Каçпа, тĕттĕм пулсассăн, нӳхрепрен е саканчен пĕр витре сăра ăсса тухаççĕ. ВС. Разум. КЧП. Нӳхрепре тĕттĕм.

нăйтăк-найтăк

(ны̆jды̆к-наjды̆к), подр. скрипу (напр., шаткого стула). Сред. Юм. Пôкан нăйтăк-найтăк çиç туса ларать (не крепкий). || Скрипучий. Cред. Юм. Пĕр нăйтăк-найтăк урапа кӳлсе пынă, ôлă урапапа мĕн чулах çăк (клажа, груз) туртармалла-ши?

нăкăлт

(ны̆гы̆лт), подр. неожиданному появлению (приходу). Капк. Çапла калаçса выртнă вăхăтра, Ваççил Ваççилч хваттерне пĕр çăмха евĕр çын, нăкăлт! кĕрсе тăчĕ.

нăкăлтаттар

понуд. ф. от нăкăлтат. Шорк. Нăкăлт-нăкăлт! пĕр кĕске пуклак хĕр нăкăлтаттарса иртсе карĕ.

нăмайăн

помногу. Завражн. Хоть нăмайăн, хоть сахалăн илсен те, пĕр хак полтăр (о товаре).

нăрлат

жужжать. Çутт. 63. Пĕр ĕнтĕркесе çитнĕ симĕс шăна чӳрече умĕнче нăрлаткаласа çӳрет. Ib. 63. Нăрлатса вĕçсе çӳремелли кунсем иртсе кайрĕç пуль ĕнтĕ. КС. 1) Шăнапа сăпса нăрлатса вĕçеççĕ; З) сăвăсланпа нăрă нăрлатса вĕçеççĕ.

нăрлаттар

жужжать. Шорк. Пĕр пысăк шăна таçтан кĕнĕ те, тек нăрлаттарса çӳрет.

нăрна

сказочное существо. Сёт-к. Пĕр тарăн çырма пор, тит; онта нăрна пор, тит; хăйăр çать те, шу ĕçет: чăкăрт! чĕкĕрет.

нăтăрт

(ны̆ды̆рт), подр. звуку, получающемуся, когда проводят по столу пальцем, прижимая его конец (со стороны противоположной ногтю) к поверхности стола. Альш. Пурнипелен сĕтел тăрăх сăтăрса пынă чух, нăтăрт, нăтăрт! туса пырат. КС. Çав ача ман çине пырса çакăнчĕ те, инсе нăтăртах! турĕ. Капк. Çунана кĕлете кĕртсен (на мельнице), урай каштине нăтăртах тутарчĕ. Б. Яныши. Пăртак тăрсан, салтак нăтăрт-нăтăрт тунине илтех кайнă, тет. Пăхнă: пĕр ĕне курăк çисе çӳрет, тет. КС. Нăтăрт тутарса кĕрсе карĕ. || Подр. глухому звуку, получающемуся от трения полозьев саней по снегу. Анат-Кушар.

нăчăрт

(ны̆џ̌ы̆рт), подр. хрусту раздавленного стекла и т. под. Шорк. Пĕр кĕленчене тăла варне чăрканă та, нăчăрт тутарса пăрахрĕ.

нăх

(ны̆х), твердый, устойчивый, прочный. Шибач., Тюрл. МПП. Ун пек тусассăн, карап нăхрах пулать. || Полно, битком. Енеш-п. Нăх толнă, набито битком, полным полно. Сред. Юм. Нăх! полный доверху. Ib. Пĕр мих нăх паранк толтарса килтĕм. Ib. Виç мих нăх чышса тôлтартăмăр. || Крепко. N. Ман çăпатана питĕ нăх хуçнă. См. нăк.

нăх-нах

плохой. Якейк. Пор нăх-нах йорă анчах аса килет, пĕр ыр йорă та аса килмеçт. Ib. Ку нăх-нах ача-пăчапа тăнтан тохса кайăн (маленькие дети, бесполезные).

нăхта

недоуздок. Сред. Юм. Лаша сôтма кайнă чохне сӳсрен явса йĕвен пик туса каяççĕ, çавна нăхта теççĕ. N. Унтан вара вĕсенĕн шултăрарах шăммисене пĕр çĕрелле пуçтарса çыхса, йăвăç çине çакса хураççĕ. Пуç шăммисене, нăхта туса, калах çакса хураççĕ. СТИК. Нăхта — юпах тихасене тăхăнтаракан, мучаларан, виççĕн (= виççĕпе) явса тунă йĕвен. СПВВ. † Урампала лаша ыткăнса килет, нăхти çинчи тăхипе мухтанса. М. Чолл. Эсĕ витене кĕрĕн, унта ылтăм ăйăр тăрĕ, эсĕ ăна сӳс нăхтапа тытса тух.

нăшт-нашт

подр. шмыганью носом. Орау. Çарран çӳренипе манăн сăмса питĕрнет. Пӳртре пĕр-иккĕ каллĕ-маллĕ çарран алăк патнелле кайса килсен, вара тепĕр кунне сăмса нăшт-нашт анчах тăвакан пулать.

Няка

(н'ага), яз. имя женщ. Иревли. || Яз. имя мужч. Рекеев. Орау. Çĕрпелĕнче пĕр Няка йатлă çын пур. Ухмах тесен ухмах мар, темскерлескер, тем-те-пĕр калаçать.

Няня

имя человека. Бгтр. Няня пичче пĕççи картлă-картлă. (Хуран çекли). Ib. Ытла ир те тухман, ытла каç та таврăнман, Няняпа иксĕмĕр паян çичĕ тĕм турăмăр, тесе мухтанать, тет, тыр вырса тавăрăннă чух, пĕр арăм.

пауска

повозка. К. Розанова. Стюх. † Аслă çулпа килет пĕр пауска, унăн малти лаши çул пуçĕ. См. павуска.

пай

часть. БАБ. Виç пайĕнчен пĕр пайне çиме пар, икĕ пайне сутма пар (о хлебе. Моленье ӳчӳк). Çĕн-Кипек. Ал татмалла вылянă чухне, пурте, кам выляс тиекен, икĕ пай çине (на 2 части) уйăрса тăраççĕ. N. Ко (= ку) ним тума пĕлмерĕ, тет. Йăпăр-япăр кăсинчен çĕçĕ кăларчĕ, тет те, лашана пай туса утса ячĕ, тет, сапор орлă, хăй ухса выртрĕ, тет, лупас тӳпине. || Доля. СТИК. Ку, сан пай-и манăн-и? Эта твоя доля или моя! Альш. Ку таврари пур пулăлă кӳлĕсене, унтан тата Сӳнтĕкрен пуçласа Пушча çитиччен Сĕвене, Этремене те, çав Сатик (имя татарина) кайса илет те хыснаран, унтан вара Элшелсем, Мертлĕсем пулăçăсем пĕр аллă-утмăлшар тенкĕлĕх пай кĕреççе. Хакне кӳллине кура кĕреççĕ-тĕр. Кусем вара хăйсем тата атмапа мĕнпе тытма кĕрес тиекенсене пĕр-икĕ тенкĕлĕх пай кӳртеççĕ. П.-Пинер. Ху пайна пăрахса, çын пайĕ хыççăн ан чуп. (Послов.). Юрк. Ашшĕпе амăшĕ вилсен, çак вилнĕ çын тенĕ çын, хăйĕн пиччĕшĕсем патне вырăсла çыру çырса ярса, ашшĕпе амашĕнчен юлнă япаласенчен хăне валли пай уйăрса пама ыйтат. Ib. Хăрпа пĕрле юнашар тăрса ни суха сухаламаст, ни утă çулмаст, ни авăн çапмаст, нимĕн тумаст, мĕшĕн ăна, вилнĕ çынна, кăлăхах пай парас. N. Пĕр юман икĕ пая тухрĕ. Манит çурă ун пайне тӳлерĕмĕр. N. Ку хута икĕ пай тӳлесе илмеле пулсан та, ан çилен || Порция (напр., мяса и пр.). СПВВ. ТА. Пай = аш. N. Атя, çак пăлана çурмаран уйăрар, вара, эпĕ малтан хам пая çисе пĕтерсессĕн, эпĕ сана çийĕп, эпĕ малтан пĕтерсессĕн, эпĕ сана çийĕп(?). || Мера земли Шибач. Пĕр пай пусăк ана (целая десятина). N. Пай, цлощадь земли = 10×100 и 10×120 саж. Питушк. Пай, часть лугов (çаран). N. Ху ятпайна вахăтлă кăтартмарĕç.

пайла

делить на равные части, доли. N. Унтан вара яшкапа пăтă пĕçерсе, ялĕпе пĕрле пайласа çияççĕ. N. Пĕр çын аш пайла пуçларĕ, тет. Хорачка. Аш пайлас, делить мясо. Сред. Юм. Пайла, делить (в арифметике).

пайлă

с частями, с долями. Кан. Пĕр листа хут илсе, сакăр пайлă хутласа тетрать тăвать.

паян

сегодня. БАБ. Паян суйнине ыран никам та ĕненмест. N. Паян шкул тавралла çавăрнтăм та, виççĕмĕш класра пĕр чӳрече куçне çĕмĕрнĕ. Çĕнтерчĕ 9. Паянах мĕн çитерем-ши сире? Ib. 24. Паян тĕртĕрпех (т. е. с беготней и шалостью). Лăпланăр-ха ĕнтĕ пурте. Сред. Юм. Паян çăмăр полать пôлмалла. Наверное, сегодня будет дождь. Ib. Паян кôн пит шар. Сегодня день очень жаркий. Орау. Паянах парăп. Возвращу (тебе) сегодня же. Ib. Тăратни паян эс, тăмастни? Встанешь ты сегодня или нет. («Сегодня» здесь в особом гиперболическом значении). Ib. Эпĕ паян пуль, тесе, çӳрерĕм. Я думал, что нынче. Ib. Паян çăмăр çăвасла пек туйăнмасть те, мĕнле пулĕ. Ib. Паян çăмăр çăвас пек туйăнмасть те, тем тăвас: ашăм те сарас, те сарас мар. Ib. Çăмăр çăвассăнах туйăнмасть-ха паян, авăн сарсан та юрĕ. Якейк. Паян çăмăр тĕпсĕр çурĕ (очень много). Ау 61°. Паян кайрăм, ĕнер килтĕм, турăхпа çăкăр çисе килтĕм. (Конец сказки). Регули 375. Манăн паян онта полас полать. . Ib. 456. Эсĕр паян каймастăр полĕ. Ib. 413. Паян лапра полĕ кайма. N. Кунта çанталăк ĕнерпе паян пĕлĕтлĕ тăчĕ-ха. N. Кăвас чĕресси, çĕпре пулмасан, эпир паян е выçă ларăттăмăр. Ib. Паян пирĕн ялта пичĕшпе шăллĕ тӳпелешрĕç.

паян-ыран

«сегодня-завтра», в эти дни. С.-Устье. Çак салтак пĕр мăн вăрмана тарса пытанчĕ, тет, паян-ыран пурнă, тет. N. Халĕ паянпа ыран вăрçăра мар-ха, вăрçăран пĕр вунă çухрам аяккалла илсе килчĕç. N. Сана кашни кунах кĕтетпĕр: паян кили, ыран кили, тесе.

паярка

(паjарга), пучок, клок. Шибач. Паярка = пĕр уçă (олăм, çӳç). Шорк. Çӳç паярки, сӳс паярки. В. Ив. Тыррăн тымарĕ çӳлтен çавăрса тытнă çип паярки пек. Ск. и пред. 76. Хĕвел çутти паярки урай тăрăх ав шăвать.

пайăр

собственный. Букв. 1904. Епле санăн? Аташмастăн-и вара эсĕ? Ку манăн пайăр хам лаша. КС. Пайăр хамăн, собственный. СПВВ. ПВ. Пайăр — собственность. Ib. Пайăр лашана тытса карĕç. Отняли собственную лошадь. || Действительно, доподлинно. КС. Япали пайăр хăйĕнех мар пулĕ çав: илсе кай эппин, тесех тĕмĕччĕ те. N. Вĕренмен, пĕлсе çитмен çынсем ăна, ытти çырусене те пăтратнă пек, пайăр хăйсем пĕтес çине пăтратаççĕ. N. Ку япала пайăр çавсенче. Коракыш. Катаран курăп — пайăр хура (отчет-ливая чернота), патĕнчен курăп — пĕр хура (другая чернота), хулă тесе, хуçимăп, курăк тесе, татимăп. (Тĕтĕре). Орау. Кам вăрланине эпĕ пайăрах (доподлинно) пĕлсе тăратăп. Чертаг. Пайăр пĕрччĕ. Именно было, действительно было. || Определенно. Орау. Вунвиççĕмĕшĕн ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Не называют определенно название 13-го месяца. Сам. 19. Йĕри-тавра пăхап та, ним те пайăр курăнмасть.

пайăрка

(паjы̆рга), пучок. N. † Ах аккаçăм, аккаçăм, пĕр пайăрка йĕтĕнтен кĕрӳ кĕпи кăларчĕ. Хурамал. Пĕр пайăрка çӳç тăпăлтарса кăлартăм (вырвал). СЧЧ. Чашки айне утă пайăрки хучĕçĕ, сĕтел айне те пăртак пăрахрĕçĕ (во время моленья ирих'у).

пайăркка

(паjы̆ркка), то же, что пайăрка. Пшкрт. Сӳс пайăркки ортăнса тăрат (свесились). Ib. Пĕр пайăркка сӳсме тортса кăлартăм. Изамб. Т. Пĕр пайăркка (клочок) утă ӳкĕрĕ. || Лучи солнца. Уганд. Анакан хĕвел çутин пайăрккисем чӳречерен пӳлĕме кĕрсе çутатса тăчĕç (освещали).

пайтахчен

долгое время. N. Пурте пайтахчен хуйхăрса çӳренĕ. Юрк. Пайтахчен кĕсем çапла иккĕш темиçе тапхăр ĕçкелесен кӳрши: çитĕ ĕнтĕ; ан ĕçтер, халĕ те пит хытă ĕçрĕмĕр! тет. Ib. Пайтахчен çапла иккĕш ĕçсе ларсан, пупĕ ӳсĕр те пулат. Ib. Пайтахчен çапла тăрсан, кухнинчен пĕр хĕрарăм кĕрет.

пак

то же, что пек, как, подобный. Сёт-к. Лотра, хаяр çын çинчен: арлан пак сикет, тиççĕ. Регули 1382. Эп апайран хăранă пак аттиран хăрамастăп. Эп аттиран ончол хăрамастăп, апайран хăратăп. Ib. 1252. Сумар (= сывă мар) çын пак ырханланнă. Ib. 824. Эп вăл каланă пак турăм. Ib. 290. Окçа çок пак ним те илмест. Б. Нигыши. Вĕçсе каяс пак çунам пурч (= пурччĕ), тытса чарăнми лашам пурч, тăрса юлчĕç — мĕн тăвас. Шибач. Коллен-кон пак килет. Почти каждый день бывает. Б. Олг. Кон пĕр ластăк çăнăх йолчĕ, пĕр пилĕк пăт пак. Ib. Кашкăрсам вон пилĕкĕн пертен солакай енче полĕ, пĕр çич-сакăр чалăш пак лараччĕ кашкăрсам. В. Олг. Çан патне (к нему) пĕре (один) пырчĕ осал, капан пакскер, коçĕ ĕçлĕк пек. N. Сан пакки эпĕ икке. Сёт-к. Пирн та учĕ — учĕ пек, эпĕр те хамăр ача пак, пирн та варли — варли (- λиы) пак.

пака

вздутие живота? СПВВ. МА. Пĕр-пĕр япала вăрласа çисессĕн, çиекене: ай пака пулса вилесшĕ, теççĕ.

пакарта

(пагарда), то же, что пакарт. Изамб. Т. Ăш-чиккине пакарта теççĕ. Сред. Юм. Çерçи чĕппи ôра айне кĕнĕ те, пакарти тохса ӳкнĕ (выпали внутренности). Ib. Пакарти тохас пик тапаланать. Очень старается что-нибудь поднять («из кожи лезет»). Ib. Пакарти тôхас пик çôхрать (орет благим матом; ребенок лет до 4-х). Чертаг., Якейк. Пакарта чăхă ăшĕнче, особый орган, ясмăк пĕрчи майлă, варринче хăвăл. ЧС. Чӳклеме хурне ытти хурсем пек вакламаççĕ. Унăн пуç-урисене хăй çумнех яраççĕ; пырши-пакартине те хăй ăшнех хураççĕ. Хурамал. Хур пакарти кăвак пулать, сехет пек. Альш. Пĕр кушак кайăкăн икĕ пакарта. (Пăри). Собр. Пĕр шăшийĕн тăхăр пакарта. (Кăмакана çăкăр хывни). Шибач. Чăх пакарти (карман чассы пек). Орау. Чăх пакарти, хур пакарти; тата урăх кйлте пурăнакан вĕçен-кайăксен те пакарта пулать. Якейк. Ку чĕппĕн пакарти тохнă (ăшĕ тохнă). Ib. Сан паян пакарта хĕрнĕ, лайăх калаçан (выпил). Ib. Кон паян пакарти хĕрнĕ полмалла, пит аван калаçать (подвыпил). Ib. Сан пакарта хĕрнĕç, онпа итла лайăх калаçан || В перен. зн. — внутренность предмета, в частности мякоть на конце пальца. Орау. Алса пурнески пакарти (клинышек, напалка). Ib. Алсана пакарта ларттармалла (треугольный клинышек со стороны мякоти пальца).

пакарти

(-δиы), то же, что пакарта. Кубня. Пĕр шăшин икĕ пакарти. (Пăри).

пакăлта

(пагы̆лда), углубление, небольшое озеро. КС. Çав пакăлтара пĕр пĕтре (пескарь) ишсе çӳрет (довольно глубокое и узкое углубление в воде).

пал

(пал, палл), подр. вспыхиванию огня. Альш. Çунать çунать те, пал! хыпса тухат тепĕр тĕлтен (на пожаре). Орау. Малтан пĕр купа пысăкăшĕнчен те ытла мар палл! тухрĕ, унтан кĕç ялкăша та пуçларĕ (относительно пожара). || Сред. Юм. Паçăр тĕтĕм палл! сиксе тохрĕ те пĕр тĕлте, эпир пошар тесе, вара тăта хăех чарнчĕ. КС. Çăварĕнчен пал-л-л тĕтĕм кăларса ячĕ (вид клубов дыма). Ib. Йытă виллинчен шăрш палл! килсе кĕчĕ (пахнуло).

палаккăр

балакирь. N. Хăйĕн пĕр палаккăр сĕтĕ пур, тет.

палам

калина. Нюш-к. Собр. Кĕркунне пĕр тĕслĕ çырла. (Палам).

палăштух

бутылка (от русск. полуштоф). Хурамал. Пĕр палăштух эрех. Альш. Палăштух — пулуштух.

паллаш

знакомиться. КС. Начартарах пурăнать (живет бедно), çынпа курса паллашаймасть (не может вести знакомство). Нюш-к. Хĕрсем ĕретпе, ăрампа тăраççĕ, пĕр-пĕринпе калаçаççĕ, каччăсемпе паллашаççĕ. Якейк. Онпа пирн халччен вăрçă-ятлаçу полман, вонпилĕк çол палашса порнатпăр. N. Паллашнă çын нумай. || Здороваться. N. Унпа ал тытса паллашма та юрамасть.

паллă

знак, метка, примета, отметка, изображение. Альш. Пирĕн ана çине пуртă палли (-λλиы) тунă (изображение топора). Ib. † Сар шăрçапа шур шăрçа тиркĕ çинче палли пур. ГТТ. Çынсем каланă хыççăнах çыркаласа панă та, эпĕ вĕсене (записи), сăмахсене, ик-виç паллăпа ик-виç паллăпа кăна чăпарла-чăпарла кайнă (кое-как записано). Полтава 57. † Патша пулас ыр паллă сан куçăнта курăнать. Никит. Тухатмăш карчăксем е калăм каç, е кĕлт маларах кам çыннине тухатмаллине паллă туса хураççĕ. N. Халĕ çуркунне палли пур çĕртрен те курăнать. N. Алă палли туса хăвартăм, такăшĕ ухтарнă арчана. (Вместо этого: сăнавшăн паллă туса хăвартăм). Эльбарус. Çак вăйă пуçлаччен кашни уйăрлса, пĕр-пĕринчен аякрах кайса паллă йоман котне: ко ман килçорт полать, тесе йышăнаттăмăр. ЧС. Манăн алă тӳрленсен те çав сикнĕ палли çухалмарĕ. Юрк. Ку масарăн палли-мĕнĕ те пулас çук. Разум. Кăçтан аслă çул каймаллине паллă тăвакансем (намечавшие путь для дороги). Н. Тим. † Çирĕм пĕре çитнĕ ачусене шур хут çине паллă çавăрнă. N. Паллă (у овец). См. тăлăм. || Известно, ясно, точно, определенно. Чхĕйп. Чăвашсам нумайше хăйсен ĕмĕрĕнче ырă кĕтӳç куриман, малалла паллă пулĕ вăлсĕн пуçлăхсĕм. Сред. Юм. Хакĕ паллă ôн. Известна уже цена. Ib. Хакĕ паллă мар. Цена еще не определена. N. Паллах вăл, çыру пĕлмен çын тĕнче çинчен ăçтан пĕлтĕр. N. Хăш чухне, паллă, ăна та шухăшласа пăхаттăм... Сборн. по мед. Ун чухне пĕр çĕрте вунă çын чирлесен, виççĕшĕ, паллах, вилнĕ. N. Эпир тĕнчене нимĕн те илсе килмен; паллах, нимен илсе тухма пултарас çук. Юрк. Çапла «бзав» тенине пĕлсе, лешсем, паллă, кула пуçлаççĕ. || Заметно. Регули 157. Ойăх толнăран паллă. N. Хăш чух çав çутă тĕнчене паллах сарăлать, хăш чух пĕр енчен кăшт начарланса тепĕр енелле куçать || Точность, определенность, ясность. Юрк. Ун выранне халĕ пĕр çын та илмен, кама кӳртес теннийĕн те палли-мĕнĕ çук халĕ. N. Никçан тухса каясси палли çук. Неизвестно, когда выйдем. N. Кăçан вăрçа кĕрес палли (scr. пали) çок. || Выдающийся, заметный. ЧС. Ялти паллăрах çын, более или менее выдающийся. N. Унăн ашшĕ-амăшĕ пит пуян, чапла, Колычĕв хушаматлă паллă улпутсем пулнă. N. Пирĕн ял нимренех те паллă мар. || Борозда, которая делается на загоне для удобства при сеянии. Вурман-к. Паллă-лăха (борозда, для удобства сеяния). || Мишень (цель для стрельбы). N. Салтаксем палла пеме кайрĕç. Солдаты пошли стрелять в цель. КС. Хăш пăшал палла лайăх тивет, кайăка тимест, тиççĕ чăвашсем. Орау. Палла переççĕ. Ib. Палла виçĕ пульккă тиврĕ. Ib. Палла тивертрĕм. Попал в цель. || Собр. Лара-тăра пĕлмен çынна паллă килнĕ, теççĕ. (Послов.).

паллăраххи

более важный, заметный, выдающийся. Ивановка. Пурне те астуса çырас тесен, тата нумай та, анчах çырма пĕр кунта кирлĕ пулĕ, çавăнпа паллăраххине анчах çырас тетĕп.

Палькка

то же, чго Палюк, Палля. Бур. Палькка пичче пынă чух пĕр старик вăрманта чĕлĕм тивретме хăтланса тăнă, тет.

пальтта

пальто. Тюрл. Орау. Пальттин хулпуççипеле пĕр аякки пĕтĕм пылчăк. Все плечо его пальто и бок были в грязи.

панклат

непереходный глагол от подр. «панк». N. Путавăч панклатать. Çанта пĕр пулăç тетелĕ патне путавăчпа панклаттарса анчĕ. КС. Мăн-шăмакка (назв. травы) панклатса татăлать.

панчалт

(панџ̌алт), подр. плеску, который получается при падении тяжелого предмета в воду. Орау. Каллĕ-маллĕ пĕр-иккĕ сулланă та, шыва: панчалт! тутарнă. СТИК. Пысăк чула шыва прахсан, вăл панчалт туса анса каят.

паньтьăк кĕпçи

назв. раст. Якейк. Шумш. † Пĕр вăхăтри пантьăк кĕпçине суйлăр, ачасам, ырине.

пап

окиска вм. пит? Яргуньк. Иртсе пынă чух (она) хупах патĕнче пĕр хура пап (хӳхĕм) селĕм ăйăр кăкарăнса тапăртатса тăрать, тет.

папа

(паба), маленький ребенок (детск. сл.). Тюрл. Хурамал. Пĕр пĕчĕк ача патне тепĕр ача пырсассăн, ашшĕсем калаççе: ван папа килне, теççĕ, папапа иксĕр выльăр, теççĕ.

папай

(пабаj), старик, дед. ЧС. Эпир, ĕлĕк папайсем каланă йăлапа, сĕрен хăваласа çӳретпĕр-ха. СПВВ. ФИ. Папай = асатте. СПВВ. ФВ. Ватă çынсене чĕннĕ чух: папай, кил-ха кунта! теççĕ. Тата папай тесе, аслатине калаççĕ: папай хытă авăтрĕ паян, теççĕ. ППТ. Çак папайран чир-чăр вĕçтĕр. (Сĕрен). Магн. М. 183. Килĕр папайсем, эписем, ачасем мункун курма. Сирĕншĕн çăмарта, пĕлĕм пĕçернĕ. Богдашк. Пурнескине папая патăм, папай мана икерчĕ пачĕ. N. Пыраттăм, пыраттăм, пурнеске тупрăм, ăна папая патăм (папай = ватă тутар). БАБ. Эпĕ курман та, хайхи Миттюç папай та пырса ларнă. Я и не видал, как пришел дедушка Митюç. (Чӳклеме). Бес. чув. 19. Эсĕ вара, Мустафа папай, лайăхах пĕлетĕн-е? Сред. Юм. Торхан папайсĕне, Хосана тытса илнĕ вăхăтра, пичке ăшне хопса, сăртран костара-костара ярса вĕлернĕ, тет. См. эпи. Тюрл. Папай — самый старик. Торă папай — Çӳлти Торă. || Бог (детск. сл.). А. Турх. N. Турă папай сыхласан, пурнăп-ха. || Гром. N. Пĕр икĕ кунтанпа кунта çĕр çĕмĕрлет, папай алтнă пек кĕлтĕртеттерет. Вопр. Смоленск. Папай вăрăмăн авăтсан (виççĕ, тавлăкран тăваттă чарăнмасăр тăрсан) йĕпе вăрăм пулать. ЧС. Папай авăтса çумăр çунă вăхăтра ан кай (не поезжай), аçа çапса вĕлерĕ. Ib. Папай авăтса çумăр çунă чухне ĕçлеме юрамас. Нюш-к. Анçи, ачам, папай çапать! (Говорят детям, когда раньше времени они едят яблоки). М. Васильев. Сохаласан-сохаласан, таçтан çăмăр тохса папай алта пуçланă. Собр. Папай авăтнă чух чӳречерен пăхсан, папай çапат, теççĕ. Сред. Юм. Папай алтмасăр çĕр чавма йôрамас. До первого грома землю нельзя рыть. Ib. Папай алтни, гром.

папакла

назв. игры (в отрезки дерева). Городище. Ст. Чек. Папакла выляççĕ: папака йывăçран тăваççĕ, йывăçа икке çураççĕ; ăна пӳрне сыпăкĕ тăрăшшĕ таткалаççĕ, çавна папак теççĕ. Папакла вылянă чух папаксене пĕр çĕре пухаççĕ, салатаççĕ, хăшĕ хуппи енне ӳкет, хăшĕ каснă енне ӳкет, каснă енне ӳкнĕ папаксене пĕр-пĕрне пӳрнепе çапса тивертеççĕ, вара вĕсенчен пĕрне илеççĕ, шуррисем е каснă еннисем пĕтсен, хурисемпе те çаплах тăваççĕ, унтан камăн çитмес, ăна çамкинчен çапаççĕ.

папкалан

пустить росток, распуститься. СТИК. Верпă папкалана пуçларĕ ĕнтĕ. Верба начала покрываться белыми почками. Н. Карм. Хăяр папкаланнă (= шăта пуçланă, анчах мăкăрăлса тухать). || О росте детей. N. Ача папкаланчĕ. Ребенок заметно окреп телом. || О росте детей. Сред. Юм. Çуралсанах ачапча тытанкасăр пулать, пĕр-ик уйăхран вăл самайланать, ун ӳт хутшăнать, вара ачапчана: папкаланчĕ, теççĕ. Ib. Ача папкаланма пуçлана. (Пĕчик ачасĕне ӳт кĕре пуçласан калаççĕ).

пар

(пар), подр. движению быстро разлетающихся мелких частиц Юрк. Пар! пар! туса вĕçсе каят (о муке). Ib. Ӳсĕрскер, кайса ӳкмессерен, хутаççинчи çăнăхĕ çилпеле пар! пар! туса вĕçсе каят. Сред. Юм. Типĕ тыр çапса пынă чохне те пар çиç саланса пырать (тырри пит ӳкет). КС. Тăм сĕтел çинчен ӳккĕрĕ те, парах саланса карĕ. Глина упала со стола и разлетелась на мелкие частицы. || Подр. быстрым оборотам. Сред. Юм. Салтаксĕм орлă хôнă патак тавра ôрисĕне вĕлт, вĕлт! утса, хăйсĕм пар, пар! çиç çавăрнаççĕ. Ib. Лашана алком ôмне парр! тытса çавăрса тăратрĕ. (Показывает быстроту действия. Çона кӳлнĕ лашана трук пĕр енчен тепĕр енелле çавăрса тăратсан çапла калаççĕ). || Подр. звучному воспламенению. КС. Хăйă кăвар умăнче ĕнсе вырттăрĕ-вырттăрĕ те, парр! тивсе карĕ (или: парлатса тивсе карĕ). || Подр. быстрому воспламенению. КС. Кĕпи парах тивсе карĕ; тата кĕпи хыпса карĕ (вообще вспыхивание материи, соломы, сена). Якейк. Парах или пар.

пар

пара. N. Ун йĕри-тавра вуник пар курка. Пазух. Хура пĕкĕ кăмăлне пер пар шăнкрав çакрăмăр. Юрк. Пар лаша. Яргуньк. Хупаха кӳртсен, хай шутник хупахра икĕ шкальккă ереке, икĕ пар чей илчĕ, тет. N. Пĕр витине кĕнĕ те, пĕр пар çӳрен лаша курнă, тепĕрне кĕнĕ, тепĕр пар кăвак лаша курнă. Якейк. Пар (две) сыснана пасара сотас ярас чыкана. Ib. Хам парпа килтĕм. Пришел пешком. ЧП. Кӳлсен кӳл лашăна парĕпе (парой). Янтик. † Кӳлтĕм тарантас, кӳлтĕм пар ут, çилхисене тураса. Изамб. Т. Миçе пар лекнине шутласан, пурте пĕр çынна, ул вара кустарат. Ib. Унта вара харкам хăй шаккине паллă тăрах пара (мăшăра) килекеннисене пĕрле хурат. БАБ. Те чăн, те суя, мунчара усалсем мунча чулне: кунăн парри пур, кунăн парри çук, тесе сăваççĕ, тет. Темĕскере пĕлтерет анчах, пелместĕп. (Çĕнĕ çул каç, гаданье). Ст. Шаймурз. † Кӳлсен кӳл лашăна паррипе, пар лашана пушă кирлĕ мар.

пар

дать, давать, подавать, отдавать. Турун. Хуçа вара: çĕр тĕнкĕ парап пĕр çăмартине, тенĕ. Регули 509. Эс окçа та паман-ç халь мана. Ib. 450. Ман хамăн номай полинччĕ, (номай полсан) парăттăмччĕ. Ib. 676. Эс пани çĕмĕрлнĕ. Ib. 662. Эс панă окçа конта. Ib. 663. Эс панă окçана эп çохатрăм. Ib. 664. Атти мана панă лаша лайăх манăн. Ib. 312. Вăл мана окçа панă полсан, эп каяттăмччĕ. Ib. 1082. Çак утшăн çĕр сом парать вăл. Ib. 671. Мана паракан çын çавă. Ib. 320. Вăл мана окçа он чох парсаччĕ, эп кайсаттăмччĕ. Ib. 293. Окçа пор хошăра кисен, парăп сана. Ib. 1458. Эп итрĕм онтран, вăл мана пачĕ; при (= пĕри) килте, тепри вăрманта. Ачач 99. Мĕн юрать? парам акă сана пĕрре. N. Ним те парса кăларманшăн... N. Халĕ эсĕ кама парса ыр кăтартатăн. КС. Памаллах пар, совсем отдать. ЧС. Вара пур ачасене те икшер çăмарта парса тухат (раздает). Хурамал. Çырлаха пулин пар, турă. Кан. Сахал пачĕç, терĕ çуннă çынсенчен пĕри. Юрк. Эй, чунăм, эсĕ мана çурри чуна çурса париччен, пĕтĕм мулна парасăнччĕ, тет. ТММ. Аллупа пар та, урупа ут. Орау. Парсам, ан тилмĕрт çынна! Отдай, не томи человека! (Говорит жена мужу о другом человеке). Ib. Каймасп — парам эп сана, кахала. Ib. Пуç ыратать — парам эп сана. Сред. Юм. † Кайса кôрас теейсе, малтан хыпар патăмăр (известили). N. † Хура çĕр айне кĕмĕттĕм, хура çăрха парса юлăттăм. СТИК. Сассăна ан пар (не подавай голоса), анти шыраса çӳретĕр-ха, эпĕ ӳсĕрсен тин сиксе тух. (Говорят, когда ради шутки или всерьез спрячут кого-нибудь при приходе постороннего лица). Никит. Салтакран ним парса та йолмасть (не отстает), тет. Синерь. Икĕ ывăлне икĕ çĕре кĕтю пăхма панă (отдал в пастухи). N. Хăйĕн аслă ывăлне вĕренме çын патне панă (отдал на ученье). Ала 8°. Эсĕ пирĕн çуккине ăçтан парса çитерĕн. ||Сдавать. Ирч-к. Атăл параççĕ. Сдают Волгу. || Орау. Паян географипе экзамĕн патăм. || Выдавать замуж. Якейк. Арăм илес тесен те, парас çĕртен парас çок (не выдадут). || Принести в жертву. ЙФН. † Корак-касси хĕрĕсем, пирĕн пата пырасшăн, турра така панă, тет. (Туй юрри; насмешка). НАК. Тата киремете пама ял пуçне пĕрер вăкăр е така хатĕрлесе хураççĕ. || Бить, ударять. Кан. Шалта рояль клавишсем çине чышкăсемпе параççĕ, тулта вăрçаççĕ. Янбулат. Опăшки тăчĕ те, ачана ричакпа парать те парать, хытă хĕртрĕ ачана. Йӳç. такăнт. 17. Атте тухса кайнă чухне, лашана пĕр-иккĕ пачĕ те, кайăк пек тухса вĕçрĕç. N. Лайăх тăракан çыннах пычĕ те, хăлха чиккинчен пĕрре пачĕ (ударил по уху). || Copiam sui facere, marem ad se admittere. || Доносить, ябедничать, клеветать. N. Вара ун çннчен элек парса, ăна тимĕрлесе тĕрмене хуптарнă. || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Толст. Ыран кил-ха, уйăрса парĕç (отроятся), эпĕ вара сана амине кăтартăп (матку пчелиную). Юрк. Сăрисене ĕçсе параканнисем, куркисем тĕпне укçа ярса, тепĕр хут сăра тултарса кĕрӳшне ĕçтереççĕ. Ib. Никăш пĕлсе каласа параканни çок. Орау. Апат çисан кайса пама пулать ăна. Ib. Чăмласах памалла-им тата? 1) Неужели ты не понимаешь? 2) Ешь, раз тебе дали. Эльбарус. Пĕр çын чопса пыра парать. Имен. Виç çол иртсен Елена Петр ятлă ача çоратса панă, а Фекла Нйколай ятлă ача çоратнă. N. Теçеткийĕ 40 тенкĕ тăрать те, сире катса паратпăр ĕнтĕ (сбавим); илĕр, илĕр! тесе кăçкăраççĕ. Чăв. ист. 31. Чăваш чĕлхи укăрпа финсенчен пуçланса кайнине ниепле те кăтартса пама пулас çук, тет. О земл. Тарăн çемçе сире (в слое) тырă тымарĕсем сарăларах параççĕ. N. Кĕлтĕне капан çине ывăтарах пар. Менча Ч. Утемĕш вăл хăй çынсене пит нуммай асаплантарнăран, хăй те: асапланарах патăр-ха, тесе часах тӳрлетмен, тет. Орау. Çиярах парăр (ешьте больше), çиярах парăр, каçсăр урăх апат мĕн пулас çук. Юрк. Вĕсем çавна курарах парасчĕ. Абыз. † Тухать и та тухмаçть-и, часрах туха парсассăн та, хĕреслĕ тенкĕ парас, тит. (Свад. п.). БАБ. Хыçалалла çаврăнса пăхатăп та, хам патăмрах пĕр темĕскерле, пăхма çук хăрушă, уна пекскер тăра парат. N. Вăл çапла лашине хăварса чупса пынине пĕр çын пăхса тăра панă (как раз видел), тет. Т. VII. Малти (человек) пĕр усăнса тăракан çаппа тытрĕ, тет те, кайри (человека) çине яра пачĕ (как пустит, в лесу), тет. ЧС. Эпĕ ăна куртăм та, хама калла килсе хĕнесрен хăраса, киле тара патăм. N. † Ташлăр, тантăшсем, симĕс шăрçа ярăмĕ пек; силленеех парăр-ха, сарă шăрçа ярăмĕ пек; саркаланса парăр-ха (= развернитесь-ка во всю, чтобы показать свое искусство в пляске. Хĕр йĕрри). Кан. Лач-касси ялне кăçал çула Яншихăв леçниччĕстви 81 ĕне Тăрмăш таччине ямалла туса пачĕ. ТХКА 38. Хамăр ĕçлемесен, пире çын ĕçлесе парас çук. N. Лучше эсĕ авланса ямалла та и пурăна памалла. N. Пристăнь çинчен пакаш йăтса та параççĕ, шыв та йăтса параççĕ, вутă та татса çурса параççĕ. Баран. 98. Çав хушăран эпĕ ăйха кая панă. ВС. Разум. КЧП. Эсир сĕтел хушшинче ĕçлерех паратăр çав. ТХКА 27. Асту, ӳке паран. N. Вĕсем каялла çавăрăннă та, тара панă. СТИК. Чупа панă (чупса çитнине чарăннине кăтартмаст; чупрăм карăм, чупрăм килтĕм, чупрăм çитрĕм — обозначает законченность действия). Альш. Лешсем урайне шурă кĕçе сарса хураççĕ, тет. Качаки варалать парать, тет, кеçине.

пару-илӳ

взаимные расчеты; долги и платежи. БАБ. Виç пайĕнчен пĕр пайне ĕçсе çиме пар. Икĕ пайĕпе пару-илӳ памалла пултăр (платить долги. Моленье). N. Кĕрсе тухмалăх çурт кирлĕ, çие тăхăнмалăх тумтир кирлĕ, пару-илӳлĕх укçа-тенкĕ кирлĕ. Ib. Çук, ачамсем, пару-илӳ çине, е урăх япала çине хурса калаçнă сăмах ахаль сăлтавне тупса калаçнă сăмах анчах. ТХКА 123. Мĕн ыйтнине парас-и? Пару-илӳ тӳлес-и? N. Пару-илӳ çапçарах парса татнă. Кильд. Пару-илӳ пама укçа-тенкĕ те çитейман вĕсен.

парăн

(пары̆н), поддаваться, покориться, повиноваться, подчиняться; отступиться. Истор. Кайран поляксем чăтайман, хăйсемех. парăннă. . Вĕсем иккĕшĕ те пĕр-пĕрне парăнмалласкерсем пулман. Чув. Сормы. Улăх утине çулнă чух, хир утисем парăнчĕç (не пăрăнчĕç?). Чăв. й. пур. 32. Акă! Еçтук, хăй ĕмĕрне укçана парăнсах вилнĕ. К.-Кушки. Кушкă хĕрне илнĕ чух Таяпа хĕрĕсем парăнĕç (отступятся).

паркала

(-г-), учащ. ф. от гл. пар. Кан. Иртсе кайна (проехавшего) çынна хуса çитет те, хăлха чиккинчен (по уху) паркаласа илет. Янтик. Кăçал эп те ăна пĕр-ик-виç хут хам лашана паркаласа яркаларăм (виç хут парса ятăм).

партар

(-д-), понуд. ф. от гл. пар. Регули 729. Мана выйпа партарчĕç çавна. . 730. Мана выйпа партарчĕç олпута. Ст. Чек. Килнĕ тăрăх, хулăн укçи тăрăх калаçнине аннĕнтен партар. По случаю прихода к нам (т. е. выхода замуж), чтобы мать принесла в жертву то, что полагается при сговорах относительно калыма. (Напоминают молодушке родители мужа: в противном случае могут быть дурные последствия для молодых). Н. Тим. † Ялта тăван нумайран юри туйла партартăм. N. Хырăç хамах партараççĕ, пĕр ятне ойăрса парас, теççĕ.

парапан

(парабан), барабан. Юрк. Эсĕ халиччен парапан çапрăн-а? . Апла пулсан, эсĕ парапан çапма кĕр (поступи). . Çапса тăнă чухне парапан патаккисем алăран ĕçĕрĕнсе пĕр енелле ыткăнса кайсан... . Парапан чĕресĕ, обечайка; парапан пичĕ, верхняя натянутая кожа; парапан çакки, лямка; парапан тукмакĕ, палки. . † Ĕмпĕрченĕн (имя человека?) йыттине çапрăмăр та пăрахрăмăр, парапан пичĕ турăмăр.

парăлтаттар

понуд. ф. от парăлтат. Чирикеево. Тапак тĕтĕмне парăлтаттарса ларат (сильно дымит); тĕтĕмне парăлтаттарса ларат. . Тусан парăлтаттарат (сильно подымается пыль). ЧС. Çумăр çăва пуçлаччен ăçтан килчĕ унта парăлтаттара пусларĕ (стало поднимать пыль). Халапсем 2. Сухи пуçе парăлтаттарса (легко, свободно) анчах пыра пуçларĕ. N. Эсир пĕр пĕлмесĕр парăлтаттарса калаçатăр (болтаете) тесен, ун пеккисем тата ӳпкелешеççĕ те.

парне

(парнэ, парнэ), дар, подарок. N. Тавлашса чупакан çĕрте чупасса пурте чупаççĕ, анчах парнине пĕри илет. Янтик. † Икĕ аллăмра икĕ кемĕл сулă, улпутсем ытаççĕ парнене. Альш. † Икĕех аллăмра икĕ сулă, ыйтаççĕ улпутсем парнене. N. † Аллăм кăна тулли кĕмĕл сулă, улпутсем ытаççĕ парнене (в подарок). Кан. Алăра пурçăн тутăрсем, хулпуççи урлă парне пирĕсем (у рекрута). В. С. Разум. КЧП. † Сарă вăрăм ачана каймашкăн парне нумай кирлĕ. Регули 1535. Ыран эреке исе парам, она парне. N. Парнесем илсен, ĕçсе ӳсĕрĕлсе киле таврăнаççĕ. Шарбаш. Ашшĕсем пуянах та мартан парне çине нумай хумарĕç. Юрк. Ăçта лаша илме укçа кирлĕ пулат, ăçта ĕне илме, ăçта, парнене, пăру-тиха илме. Ск. и пред. 70. Михетерĕн килĕнче парне валли çĕлеççĕ. Н. Лебеж. † Çуллен туя кайăпăр, çуллен парне çакăпăр. Изамб. Т. Мĕн-мĕн выльăхран парассине, тата миçе парне парассине калаçса пĕтерсен, хулăм миçе тенкĕ парасси çинчен калаçаççĕ. Содр. † Пуса парни парсассăн, пусма çине сарса хăварăпăр; кантăр парни парсассăн, карлăк çине çакса хăварăпăр, йĕтĕн парни пулсассăн, ик хул çине çакса кайăпăр. Магн. М. 53. Парне, подарок из куска холста. || Жертва. N. Унта ĕлĕк чăвашсем киремете парне кӳнĕ. Альш. Çĕнĕ пӳртĕн тĕтĕмне пĕлĕт илет парнене. || Добыча. Чер-чун яп. й.-к. пур. 15. Аллине лекнĕ парнене. Ib. 29. Рыçпа арăслан хăйсемпе пĕр тĕслĕскерсем, пач сисмен хушăра парне çине пăрахăнса, ăна пĕтерсе хураççĕ.

парне тырри

жертвенный хлеб. Его оставляют несжатым по окончании жатвы на загоне. Шурăм-п. Тырă вырса пĕтернĕ чухне ана çине пĕр ывăç вырмасăр лартса хăвараççĕ; вăл парне тырри пулать.

парши

(паржи), то же, что пирки, причина. Якейк. Мĕн парши эс паян пасара карăн? Зачем (ради чего) ты сегодня пошел на базар? (Укор). Урмай. Мĕн паршипе, по какому делу. Ib. Эсир унта мĕн паршипе кайса (т. е. мĕн пирки, мĕн тума, ма). Шарбаш. Парши, ввиду этого, за это. N. Çавăн парши, по причине этого. Кильд. Мĕскĕнсем хăйсен çук парши, е тата пӳртрен тухмасăр ларса пĕр-пĕрин халапне килĕштермесĕр ятлаçу-вăрçу кăлараççĕ. N. Колхоз пурнăçĕ çинчен тĕплĕн ăнласа çитмен парши, халăх хушшинче колхоза хирĕç калаçса çӳрекенсем те пулнă. N. Малтанхи вырăн килĕшмен парши, кăшт пурăнсан вăл Çарăкла ятлă вырăна куçнă.

Паþак

(пар'ак), имя мужч. Б. Олг. Эссĕр чох: нойăк, нойăк, нойăктăр, вакша кĕрĕк тăхăниччен Паþак тойĕ иртсе карĕ; ох-чох чохăлта, чохăлта капар пĕр капар, эп чипер те эс чипер, чăн чиперри çак ача.

паþкă

(пар'гы̆ ), клок. Якейк. Пĕр паþкă çӳç, пĕр паþкă олăм.

пас

изморозь, иней. МПП. Питушк. Пас çуса тăрать. Пшкрт: jӳз΄э пас тыды̆нза (иней). В. Олг. Йӳçе пас тытса. N. Пас тытса пĕр уйăх тăчĕ, çортăри полмаç поль, теççĕ. N. Конта нумай полать пас тытнă. Чув. пр. о пог. 316. Хĕлле пас тытсан, тырă лайăх пулать. Если зимою много инея, будет урожай хлеба. Скотолеч. 9. Пас тытнă вăхăтра курăк çине ярсан.. Если пустить скот на траву, когда на ней лежит иней... Çутт. 77. Хĕлле вара вăл шăтăксене шапшур пас тытса лартать. Богдашк. † Хура вăрман ларать паспала. С. Дув. † Хура вăрмансене пас тытнă, епле кĕрĕпĕр-ши пас çине. Альш. † Улма йывăç пас кăна, турачĕсем вак кăна. Ib. Вăрман çине пас тытнă. Юрк. † Чӳречĕрсем çине пас тытнă, шăпчăкпа шăрчăкăн йĕрĕ пур. ЧП. Хăмăш тăррисене пас тытнă. N. Йывăçсем çине пас тытать. Ст. Чек. † Хура вăрман çине, ай пас ларнă. Чураль-к. † Хура вăрмана пас тытать, хĕвел пăхать, ирĕлтерет.

пасар кун

базарный день. N. Пĕр пуп пасар кун пасара анчĕ, тет те, тарçă шыраса çӳрет, тет. Регули 718. Эп пасар кон килĕп.

пасарла

назв. игры. Изамб. Т. Пасарла, игра маленьких детей (продают вещички из глины). Ачач 25. Ярăнма юратманнисем е çăпаталла, е пасарла выляççĕ, е тата пĕр-пĕрне йĕпе юр чăмаккисемпе перкелесе илессĕ.

пасарлăх

торговля. Тим-к. Юпа тăрăнче пасарлăх. (Пас). || Предназначенный для базара (товар). Н. Карм. † Ирхине пĕр тăтăм, эп хăй çутрăм, укалă пĕр тутăр пĕтертĕм; укалă пĕр тутăр вăл пасарлăх, тăвансем, эп сире хăналăх.

пасар ту

держать торг. || Галдеть, шуметь. Ск.и пред. 41. Янтрать, кĕрлет вăл Мăншу халăхĕ, хĕрарăмçăрах вăл пасар тăвать. Çутт. 114. Юнкă шывĕ хĕрринче пасар тăвать (закладка) хĕрупраç (= хĕри-праç): кĕлпе пиçнĕ сӳс çипне чӳхентерсе тасатаç. Орау. Икĕ хĕрарăм пĕр çĕрте пулсан, Кушлавăш пасар тăваççĕ; виççĕн пулсан, Хапăс пасар тăваççĕ, тиççĕ пирĕн вĕсенчен кулса.

пасма

назв. меры для хлеба, равной прибл. 4 пудам. Тюрл. Тăватă пăтакка — пĕр пасма. Собр. Вырăспа тус тусан, пасма тулă парса уйăрмалла, теççĕ. Ib. Юр йĕп пек шăтăкран пĕр пасма кĕрет, теççĕ. СПВВ. ФВ. Пĕр пасмара икĕ пăчăх, тăватă путалка япала. См. пасман.

пасмана

то же, что пасман. Череп. Пасмана = 4 пăтавкка (около 4 пудов). Трхбл. Пасмана — четыре меры (пудовки). Прокопьев. Çак хăта пирĕн çак туй халăхне кĕтсе сăра тунă иккен; сăрине çичĕ хут тунă, çичĕ хут туса çичĕ пасманаран тунă. (Такмак). Пазух. Ют ял каять пасара пасманипе хывăхпа, Чакă каять пасара пасманипе тулăпа. Кан. Пасмана — 100 килограмм. Изамб. Т. Кӳлли пĕчĕкĕ пуль? — Кӳлли те пĕчĕкĕ мар. Ултă пасманаран сăра тума çитет. СПВВ. Пасманаран пыл хыврĕç, тет. Чăвашсем. 11. Пĕр пасмана пăри илчĕ, пĕр пăтавка хура тул çăнăхĕ илчĕ, пĕр тенкĕ укçа илчĕ, çур штав эрех илчĕ. Цив. Пасмана, кадка.

паçитси

позиция. Утăм. Çапла аппаланса эпĕр 15 кун паçитсире выртрăмăр. N. Эпир халь N. холинчен пĕр 10 çохрăм тăратпăр, паçитсирен пĕр 15 çухрăм патне полать.

пат

(пат), подр. глухому звуку, получающемуся при ударе, напр., в барабан. Орау. Вăсем туйра урнă пек хăтланаççĕ. Шăппăри темскер пек мĕкĕрет, сасси пĕр ана тăршшинчен ытла каймасть. Хăйсем юрлаççĕ, сикеççĕ, юрланă майпе, сикнĕ майпе параппанне пат! пат! тутараççĕ. Кильд. † Пат, пат параппан, параппан кантри татăлчĕ. Сред. Юм. Мана ахаль, ĕрескел çыннах (невинного, непричастного), пычĕ те, пат! та пат! пат! та пат! тутарса çапа пуçларĕ ôлă. Толст. Тилле пуçĕнчен пат! тутарчĕ (цепом). П. И. Орл. Чышкăпа пат! чышса илеççĕ. Сред. Юм. Пĕр нăрă нĕрр! туса манран иртсе кайрĕ те, пӳрт пĕрени çомне пат! пырса перĕнчĕ (ударился). || Подр. звуку, получающемуся от вылетания пробки при раскупоривании бутылки. Сред. Юм. Эрех кĕленчине лăкаççĕ те, ал çине лат! лартаç те, пăрапкă пат! сиксе тохать. || Подр. звуку при разрыве или лопании. Сред. Юм. Кĕпçе татнă чохне пат! туса таллать (= татăлать). Ib. Хот копăс кĕрĕкне (меха) патакпа тĕртрĕм те, пат! шăтайчĕ. Якейк. Çăпата кантăри пат татăлса карĕ. Кайсар. Хытă туртнă майпа пат татăлса анчĕ. || Подр. звуку падающего предмета. Ядр. Матяккине учаха ятăм, шат! терĕ, пат! терĕ, Патăр ялне (вероятно: пад'ы̆рjал'не) кĕрех карĕ. || Подр. звуку падающих крупных и тяжелых капель. АПП. † Пат! пат! тумла тумлат-ĕçке. Альш. Çурам çинчен пат-пат! тар юхать. || Подр. звуку при срывании. БАБ. Автанĕ пан улми пахчине кайнă, унта пĕр улмине пат! татса илнĕ те, йăтса килсе çак кĕреке умĕнчи сăра ăшне янă. || Подр. отрывистости в речи. К.-Кушки. Пат татса калаçаççĕ. Говорят отрывисто, напр., употребляя выражения, подобные: çаран чарнă, вм. çаран çине выльăх яма чарнă. N. Пат татса, решительно. ТХКА 123. Калăр халĕ пат татса. N. Иванах çиеле тухма хăтланат, сăмахĕсене пат татса калать, унтан пăрăнса хăтăлма та йывăр. Тăв. 69. Итлесен, итлесен, кăмака хыçне хĕсĕннĕ чухăн Иван та чăтаймарĕ, калаçма юратманскер, пат сăмахпа печĕ. || Подр. неожиданному прекращению дейçтвия. N. Çав тупă пульк[к]и (снаряд) саланса каять те, 4 вершук йăв[ă]çа пат татса пăрахать (сразу перешибает). N. Пат пырса перĕ-некен япала. N. Пĕр мулкач ман умма патах тухса ларчĕ (как раз; выражается некоторая неожиданность). КС. Юр кайнă çул çине тухсан, лаша пат чарăнчĕ (вдруг). Якейк. Калаççĕрç, калаççĕрç те, пат чарăнса ларчĕç (вдруг перестали). (Ларчĕç — даже если говорили лежа или стоя, здесь пат не звук). Ib. Телефон тăрăх лайăхах калаçаттăмăрч, пат чарăнса ларч. Ib. Туйра сиккĕрç, сиккĕрç те, пат! чарăнчĕç (перестали). N. Пат чарнать, перестает работать (телефон). || Прямо. || Совершенно. Букв. 1904. Вăл хир варринче çара çĕрте пат пĕчченех ларнă чух, юмахсенчи паттăр пек, катаран курăнса тăрать. N. Эсĕ пĕчченех тĕттĕмре, куç уçăлман кушак çури пек, тĕпсĕр ханкăрта, пат пĕччен, пĕр сăмахсăр пурăнатăн. N. Пат пĕччен пурăнма аван мар. ЧП. Пат шурă (совершенно белое) мĕн хуррăн какайĕ.

пат-шолт

подр. звонкому удару. Б. Олг. Пакчалăк пат-шолт (вăр-шон)! тет, пĕр-пĕр япала çомне çапăнсан.

пат

послелог, указывающий близость. См. пет, çум. Якейк. Пӳрт çинчен йор моклашки (комок снега) татăлса анчĕ те, ман пата (возле меня) тӳрех ӳкрĕ. Çĕнтерчĕ 13. Хам патăнта ĕçленĕ чух. Орау. Хăвăр патăрта ĕç çук-и? Нет ли у вас у самих работы? Ib. Чăваш арăмĕ, сăмах пĕтсен, тухса кайиччен-и, хăй панчен хăна тухса кайнă чухне-и: сыв пул тати, тет. Тем пулат вара вăл «тати»? Вăл сăмах «сывă пул тата», «тепре куриччен» тени патнелле пырат пулмалла. Ib. Утаралла карĕ, пошел по направлению д. Отары (ее видно, м. б. идущий пройдет и дальше). Утар енелле кайре, пошел в сторону д. Отары (деревни не видать и о ее направлении лишь заключают, напр., может быть за горой); Утар патнелле кайрĕ, пошел близко к Отарам. N. Каç пулсан, эпир унпа ларса (в экипаже) кӳрĕш яла, хĕр патне тесе, тухса кайрăмăр. Шугур. Мана вара усрама пĕр начар çын патнĕ пачĕç (к бедняку). ЧС. Пирĕн патра пĕр ватă çын пычĕ. К нам пришел один старый человек. Бес. чув. 3. Ял патĕнчен кăнтăр енче Ч. ятлă çырма пулнă. Собр. Чавса патĕнче те, часах çавăрса çыртас çук. (Послов.). О сохр. здор. Мăйĕ хăлха патĕнченех шыçса кăять. Эльбарус. Онччен те полин ман патналла çамка çинчи сăнакне (знак) çутатса питĕ хытă стрелок чопса пыма пуçларĕ. N. Перĕн патнали (= пирĕн паталли) çынсем çок. Нет людей из нашей местности. Земледелец. Иалсене ял теме çук, пирĕн Пăва, Çĕрпӳ хулисем патне те пыраймаççе (не нашему Буинску или Цивильску чета). Сред. Юм. Самми патне пӳнеттейпе пырса шыранă. Самсона обыскали с понятыми. Ib Патнерех пынапа хай сăрт хĕрлĕ пôлчĕ тăчĕ, тет. Регули 1206. Ĕлĕк вăл ман патра порăнса. Ib. 1532. Вăл кисеснех вăлсам патне кайрĕ. Ib. 1524. Вăл килчĕ он патне, ман атти патне, ман пата та килчĕ (ман пата анчах килмерĕ). Ib. 1142. Вăл сан патран ман пата килче. N. Çав çăмăрлă хура пĕлĕтсем пирĕн патралла киле пуçларĕç. Етрух. Кĕркури пиче патне кайса ларнăч, урăх никам патнех те кайса ларнине астăвмастăп, тет. N. Вăл çын патне питех çӳремест (редко к кому ходит). Синерь. Выçса вилеттĕмчĕ, çак çын хăй патне (к себе) илсе кайса тăрантарса усрарĕ, ачисене кĕтӳ патне (в пастухи, в подпаски) пачĕ тăранса пурăнма, тыра çитмерĕ, тесе калать, тет. Альш. Чапăрлă шывĕ патнерех çитерехпе пĕтет (ту аякки). N. Ху патунтан (= патăнтан) хуса ан яр мана. Кан. Ишчейккăсем патне хурса хăварнă япаласене илес тесе тухакансем пулчĕç те, ишчейккăсем патне те ямаççĕ. N. Ыраш патне тухатпăр. N. Ман патна, ко мне. N. Патне çитрĕмĕр (метаф.). N. Сан пата (у др. патна) килтен хут яраççи? || Около (во временном значении). Трень-к. Эрне патне, около недели, т. е. приблизительно в продолжение недели. Б. Янгильд. Çак ухутник мулкачă çурине пĕр эрне патнелле усрарĕ. N. Хоçи пер çер тенкĕ патнех петерчĕ. || Приблизительно, circiter. О сохр. здор. Крахмал 50 мыскал патнелле пырать. Крахмала около 50 золотников. Ib. Пĕр çынтан тепĕр çынна ерекен чирсем пит нумаях мар, пер çирĕм патне анчах. Кан. 84 проччăн патне пулать. Ib. Черече пин патнелле, тесе, ăсатса яраççĕ. Елаш. Вăл (ял) пĕр çĕр аллă çул патнеллех пулать пуçланса кайни. Эта деревня освована не меньше, как лет со 150 тому назад. || За. N. Пуçтарса хуна пахча çимĕçĕсем вĕсем пурте пĕрле пĕсерсе çиекен апат патне кайна. Синерь. Мĕн шырасси, апай патне (за мамой) килтĕм, тенĕ. Ишек. Унтан вара эпĕ çын пăрçи патне нихçан та кайман (воровать чужой горох). Чăв. й. пур. 11. Ашшĕне эрех патне ями пулчĕ. Ала 9°. Вăл çапла тавар патне тухса каяс умĕн, ун патне пĕр ватă хуçа (купец) пырса кĕнĕ. N. Мĕн патне карăн? — Шу патне карăм (за водой). Регули 1092. Эп окçа патне (окçашăн) килтĕм. Ib. Вотă патне каятăп. || В сравнении. N. Çулленхи патĕнчи ырашăн пĕрчи пит вĕт. || С причастием будущего времени в чувашизмах. Ау 14°. Упа, капантан ута ыталаса илет, тет те, перет, тет, илет, тет те, перет, тет, пере-пере капана пĕтерес патне çитре (разбросал почти весь стог), тет. Регули 126. Каяс патне çитнĕ. Ib. 125. Вилес патнех çитиччен хĕнерĕ. Янгильд. Çорконне, йор кайса петес патнелле (близко к тому времени, как сойти снегу) сорăхсене çитерме тохаççĕ. || Послелог в знач. русск. предлога — к. Регули 1528. Лепле вăл исе килĕ? онăн çынсам çок, утсам сахал тата, он патне тата (к тому же еще, кроме того еще) хăва ĕçне пелимаçть. || N. † И памăпăр, памапăр та, патне çитсен (когда подойдет время), чармăпар. || Яргуньк. Иван ĕçĕрĕ (выпил), тет те, патнех кайса ӳкĕрĕ, тет, Иван. N. Вăл хăй порăннă пӳрт пӳртекӳне керсен, ăна такам аякран çĕçĕпе чикнĕ те, çĕççи патнех çакăнса йолнă. Когда он входил к себе в сени, его кто-то ударил в бок ножом так, что нож остался в боку.

паталлă

с ранами, с пятнами. Якейк. Паталлă йăвăç — пĕр тĕлтен сăянлă йăвăç. Урнар-Пăртас. Кăçал хăяр паталлă мар, уяр çул вăл паталлă пулать. Нынче огурцы не с пятнами, в засушливые годы они бывают с пятнами. См. кукмаллă.

патак

(падак), палка. N. Ута тытма йĕвен кирлĕ, хĕрарăма тытма патак кирлĕ. (Çтаринная поговорка, характеризующая отношение к женщине). Нюш-к. Патакпа перекене çăкăрпа пер. (Стар. поговорка). Закладка П.-Сорм. Чăн юлашки вуниккĕмĕш кун патак урлă та каçими пулнă, тет те, çавăнтах выртрĕ, тет. Истор. Вара темĕн чухлĕ халăх пĕр патаксăр тăрса юлнă (в др. Источн. — шалçасăр тăрса юлнă). Орау. Урлă выртан патака та тăрăх çавăрса пăрахман вĕт эсĕ, ĕçлĕксĕр! Шашкар. Патак çинче çӳрет. Ходит на ходулях. || Побои. Байг. Вылянă çĕртен час килемесен, патака кĕтсех тăр. Пуринчен ытла кĕпе час хуратан, тесе, ятлаçатчĕ. Орау. Патака кĕтет пулмалла-ха вăл! Хочет получить побои! . Ах, мур ачи, патака кĕтсех тăрать. Илебар. † Ыр çын илтĕр, ыр куртăр, патак айĕнчен ан тухтăр. Йӳç. такăнт. 53. Хĕрарăм ĕмĕр патак айĕнче пурăннине пурте лайăх пĕлетĕр ĕнтĕ. Байгул. † Çинчен патак ан кайтăр. (Пусть ее бьют). Сала 25. † Çирен патак ан кайтăр. Изамб. Т. Çавăнпа калаççĕ çав: патакăн пĕр вĕçĕ çулă, тепĕр вĕçĕ вараланчăк, теççĕ (т. е. побои отплачиваются). . Акă епле патак тавăрăнат (отплачиваются бившему). Ала 92°. Ĕçрен пĕре те хăраман вăл, анчах патакран пит хăранă вăл. || Ярмушка-к. Патак, мера длины около сажени.

патак çи

потерпеть побои, быть битым. N. Çын патаккине çийиччен, хăвăртрах вилсе выртсан луччĕччĕ. Янш.-Норв. Унта вара (при этом) хĕр вăрлакансем ĕмĕр çимен патака сиеççĕ (когда их нагонят, настигнут). Сред. Юм. Патак çиет, получает побои. Ib. Эпĕ патак çинине пар лаша та тôртас çок (побоев много получил). N. Эрех ĕçекенсенĕн хĕрарăмĕсем, ачисем нумай патак çисе куççулĕ тăкаççĕ. N. Патак çима шырать. Беседа. Арăмĕ хуйхăпа, патак çинипе чире каять. Торп-к. Çак ача калать, тет: капла патак çисе пурăначчен каяс луччĕ ман пĕр çĕре, тесе.

патиян

(чит, пад'jан), назв. посуды. Карсун. Пĕр патиян сăрине ăстартăм (заставил его нацедить). Мункачи. Патиян, бадья.

патăрт

(пады̆рт), подр. отрывистому звуку от разрыва туго натянутой веревки. СТИК. Кив вĕренпе пуслăх çыхрăмар. Вĕренĕ пĕр çĕртен патăрт! туса татăлчĕ те, пуслăх я(л)т! сиксе карĕ. Сред. Юм. Паçăр вĕрен патăрт! турĕ хăй, те талма (= татăлма) пуçларĕ тем. || Подр. звуку при отрывании растений с более или менее крупным стеблем. Сред. Юм. Шолтрарах корăксĕм, алпа тортсан, патăрт! туса таллаççĕ.

патăртат

(-дат), хрустеть. Толст. Ура айĕнче юр патăртатса пырать. || Трещать (напр. по швам). СТИК. Мĕне те пусан: кĕпенне-и, йĕмĕнне-и, çĕввине çĕçĕпе касса ярса пынă чухне, вăл патăртатса пырат. Сред. Юм. Кив вĕрене (веревку) пит те тортмарăмăр, патăртата та пуçларĕ. || Падать с шумом (о яблоках, о часто падающих каплях). Сред. Юм. Олмăççие силлесен, олми шолтрарах полсан, патăртатса тăкнать (звук от падающих яблок). Ib. Кăлт çăмăр çунипех тăмла патăртата пуçларĕ. Ib. Шолтра тăмла пит йохнă чохне патăртатса йохать. (Звук от часто падающих капель воды). N. Патăртатса юхать (о поте). N. Патăртатса тăкăнать (об инее). Орау. Çăмăр çусан-тусанах, пирĕн маччаран тумласем юхса патăртатма тытăнаççĕ, пӳртре пĕр япала та тытма çук.

патьен

бадья. Сред. Юм. Патьен тесе тарасаран шыв ăсса кăларма тăвакан тимĕрленĕ витрене калаççĕ. || Назв. домашней утвари. К. Розанова. Патьян (сăра чашки). Ау 15. Пĕр патьен паранкă çирĕ, тет. Сиктер. † Ĕстелĕрсем çинче сарă патьен, сар патьенсем çинче сар курка. ЧП. Ĕстелĕрсем çинче, патьен çинче пурте ват хурт пылĕсем.

паткала

говорить отрывисто, не совсем связно. Никит. Иван пиче çапла паткаласа пынă чухне, уна пĕр пысăк чул çурт патне илсе пычĕç.

патман

пудовка. Н. Седяк., Якейк. Чертаг. Патман — 10 кĕренкке, 10 фунтов. Ib. Эпĕ паян пĕр патман тăвар илтĕм-ха. (Говорится только о соли).

патня

то же, что патне. Сятра. Пĕр çын патня этет: çурма кӧртеттĕр-и? — Кӧртес, теччĕ хоçисем. Ib. Пĕр ялта çынсам патня шаккат (стучится в избу), тет.

патша

царь. Альш. Пушчăсен (назв. дер.) хирĕ акă мĕшĕн аслăрах пулнă, тет: таçта леш вилекен патшасемпех халĕ, патшанăн вăрçăра аллинчен чăпăркки ӳкет, тет те, ку Пушчă мăкши салтак хăвăртрах илсе парат, тет. Янбулат. Хывăх çинче пĕр пăрчă. (Патша). Турун. Унта унăн пичĕшĕ патшара пурăннă. Н. Сунар. Шу (вода сказала) уна хирĕç каланă: санăн пуçă çине патша калпакĕ лартар, тенĕ, тет. Сред. Юм. Пирĕн патша торă çĕр валеçсе панă çĕре çитеймен, тет, кайран пырса çитнĕ, тет, он чохне вара валеçменни виç хôла çиç йолнă, тет. Вара торă çав виç холасĕне пачĕ, тет те, пирĕн патшана: хушĕн ху ĕçлесе тôп, тесе каларĕ, тет. (Сказка). Янш.-Норв. † Патша патне пуç ятăм, кăçан çавăрăнса килĕ-ши? (Солд. п.). Яргуньк. Патша хĕрĕ: эпир — патша, ĕçетпĕр, эсĕ мĕлескер ĕçменскер? терĕ, тет. (Сказка). Собр. † Патша ыв(ă)лĕ юр юрлат ылттăн пукан тăрĕнче. Орау. Пĕри патши пулать, ыттисем унăн халăхĕсем пулаççĕ (в игре). См. патшалла. || Царство, государство. Трхбл. Ют патшана кайнă. Ют патшара пурăнат. Живет за границей. Шибач. Опăшки карĕ таста орăх патша çине сотăпала. Т. VI. 11. Эй туррăм, пулĕхçи! çак çăкăра çиме тепĕр хут темиçе патша урлă, аслă шывсем урлă çаврăнса килсе çимелле ту (моленье). N. Таçта патша патне каятпăр. N. Оþăх патша çине каятпăр.

пач

совершенно, совсем. Сред. Юм. Эретпе ларнă çĕрте мана пач пĕчченех пырса пачĕ. Чер. чун. яп. й.-к. пур. 24. Çав (вонючкă) шывăн тумламĕ, асăрхаман хушăран, куçа мĕне лексессĕн, çынна пач (сĕм) куçсăр тăвать. Ib. Ытлашши нумаях та пулмасть, çав çĕр çинче сыснасем пачах пулман. Этем йăх. еп. пуç. кай. 44. Вĕсем çынăн орканисăмĕнчи кирлĕ мара тухнă, пĕтсе пыракан оркăнсене, вĕсем хăшĕ этеме пĕрте кирлĕ маррисене, е пачах сиен кӳрекеннисене кăтартнă. Ib. 33. Çапла чылайччен пырсан, хăш-хăш йăхсем йăлтах пĕтме пултараççĕ, тепĕр енчен, вĕсен вырăнне сыпăкран сыпăка улшăнса пынипе, чылай ĕмĕр иртсен, пачах урăхланнă йăхсем пулма пултараççĕ. Сред. Юм. Ман чôлха пĕр тĕлтен пачах шăтнă. Орау. Ыр сăмах илтес пулсан пачах чарăн, тесе çапать хулхине, кăнтăрлаччен хăлхи янтрасан. N. Пачах суккăр пулса ларнă. N. Пачах вĕренмен, е вĕренсе çитмен çынсем. Кан. Ку тупăш вĕсен налог шутне пачах та кĕмен. Ib. Доклад пĕтсен, тухса калакансем пачах пулмарĕç. Чертаг. Пачах та нимĕскер те полмарĕ-çке кăçал. N. Пач тунать. Нагло врет. || Неожиданно. Питушк. Пачах сиксе тохать сăмах (неожиданно, вдруг). КС. Калаçса ларнă чухне кирлĕ сăмахсем пачах сиксе тухаççĕ.

пах-пах

ироническое обращение к лентяю, который любит бездельничать при коллективной работе, показывая вид, что он что-то делает вместе с другими. Нюш-к. Ĕçлеме пĕр-пĕрне чĕнсе кайнă чух: айта (уя, вăрмана), халăх выртсан, вырт пах-пах; халăх тăрсан, тăр пах-пах (юлхав çын халăхпа ĕçлеме юратнăран калаççĕ. Халăхпа пĕрле ĕслеме айта, тени пулать). Халăх выртсан, вырт пах-пах, халăх тăрсан, тăр пах-пах = халăхпа перле ĕçлеме, халăхран кая ан юл.

пахил ту

благословить. См. Магн. М. 156, 157, 159, 188. N. Икĕ кăкăру вăйне пахил ту, икĕ кăкăру сĕтне пахил ту! (Из песни на поминках). Н. Карм. † Ах аттеçĕм, тетĕп, ах аннеçĕм, икĕ кăкăру сĕтне пахил ту. Альш. † Ай хай, пĕр аттеçĕм-аннеçĕм, ик кăкăру сĕтӳпе пахил ту. N. † Ах аннеçĕм, теп, аттеçĕм, ик кăкурун вăйне пахил ту. || Благодарить. Юрк. Атте мĕн паннипе тăран, пахил ту аçăна!

пахча

(пахц'а, пахча), огород. Альш. † Сикрĕм антăм пахчана, пахча сулĕ çук пулчĕ. Изамб. Т. Пахча тытмалăх (загородить) укçа пулсан, эпĕ пахчасăр та пурăнап. N. Манăн пахчана тыр ан акăр. N. Пахчана улма тултартăмăр. || Сад. СТИК. N. Улăх ути çулнă, ятран пĕрер валем лекрĕ. Пахча ути пĕр валем-пулчĕ. N. Пĕр-пĕр çĕре каяс пулсассăн, эпĕ кирек хăçан та çав пахча витĕр каятăп (= çӳретĕп). N. Пахчана кăçал лартмасăр юлас марччĕ. || Двор. Разг. С. Мих. Çак аслă пахча санăн-а? Твой, что-ли, этот большой двор? Отсюда: пахчалăх, паччалăк.

пахча ăшĕ

огород. Т. III. Пĕр çын пахча ăшĕ сухалать, тет. Альш. Пахча ăшĕнче хӳшĕ тунăччĕ.

пашали

(-л'и), пожалуй. СТИК. Пашали унпа калаç, вăл хăйиннех перет. Говори не говори, все равно, он свое твердит. Ст. Чек. Пашали ыт унтан, вăл пурĕ-пĕр памаçть. Спрашивай не спрашивай у него, он, все равно, не даст.

пашалу

(пажалу), лепешка из пресного теста. N. Пашалу — тутлă чустаран, кирек мĕн çăнăхĕ пултăр. Срв. кӳптĕрме. Юрк. Чăвашсем пашалусем те пĕçереççĕ: тулă, е пăри çăнăхĕнчен çăраççĕ, сĕтпе те, çу çине те. Пашалу та чӳк çимĕçĕ. Ăна ахаль чухне ачасене çитерме те пĕçереççĕ. ТХКА 55. Çавăн чухне те сирĕн чухăнсем, вăтамсем, çак ыйтăва, кăмакара маннă пашалу пек, астумасăрах хăварĕç-ши вара? Якейк. Апи, пашалу пĕçерсе пар-ха паян. Ib. Орпа пашалӳ, ясмăк пашалӳ, ыраш пашалӳ. Ib. † Картлă-картлă пашалу, карчĕ тăрăх çу йохать. Микушк. Йĕри-тавра пашалу, варинче çăкăр. (Уйăхпа çăлтăр). Ск. и пред. 19. Уйăх мĕлки пашалу пек кӳлĕ тăрăх ярăнать. Вомбу-к. Пашалу яшкалăх çăнăхран та тăваççĕ (урпа çăнăх полать), пăри, тол çăнăхĕнчен те тăваççĕ. || Серебряная манета в один рубль. Сред. Юм. Пашалу тесе, пĕр тенкĕлĕх кĕмĕл окçана калаççĕ.

пашка

тяжело дышать, задыхаться, пыхтеть. Бес. чув. 2. Туртас вырăнне шуса ӳкрĕ те, пашкаса вырта пуçларĕ. Ивановка. Вăл чупнипе пашкать, пашканнипе аран-аран сăмахлать. Ib. Пӳрте кĕрсен, эпĕ чупнипе питĕ пашкарăм, анне манран ыйтрĕ: мĕншĕн пашкатăн? терĕ. Хурамал. Лаша пашкаса тăрать (тяжело дышит). Толст. Вăл пашканипе аран-аран сывлать. Шурăм-п. Сакайне кĕрсе пашкаса выртаттăмăр (тяжело и скоро дыша). Ib. Пĕр упашкана (лупашкана?) чупса пашкаса пырса выртрăмăр. Никит. Выльăхсем ăшăра тармаççĕ, пашкаса çеç-кăна çӳреççĕ. Ib. Вăл киле пашкаса чупса пычĕ те: анне, пирĕн аттене хупнă, терĕ. Скотолеч. 5. Лаша пашкамасть пулсан (если не задыхается)? Изамб. Т. Лаша, чупсан, пашкат, час-час сывлама пуçлат. Календ. 1904. Вара чуптарса пăхас пулать; каллах урисене аван илет-и, пит пашкамасть-и, сăмсинчен анмасть-и? Сред. Юм. Пит чупсан, çын пашкакан полать (задыхается). Ib. Пашкать тесе, хăвăрт ôтсан, чôпсан, вĕттĕн сывланине калаççĕ; хашкать тесе, пысăкраххăн сывланине калаççĕ. Шел. 86. Пăраххут килет тем пек пашкаса.

пейĕт

то же, что пеит. СПВВ. ТМ. Пĕр-пĕр усал хĕр е каччă çинчен усал юрă кăлараççĕ, çавна пейĕт теççĕ. || Дурная слава. СПВВ. ЕХ. Пейĕт — пĕрин-пĕрин çинчен ят кăларни.

пек

(пэк), подобно, как. Янтик. Сан карчăку арăм пек те марччĕ у! тек темĕскер-те-пĕр калаçатчĕ санпа. N. † Шур чĕр çитти юр пекех, пасарта та пур пекех. Вир-ял. † Кил-карти варинче çаврака кӳлĕ, пур пек ырă пулă пуçтарăннă. Изамб. Т. Китăн пулăнни пек сасси çук. Холера. Халер чирĕ унта пирти пек пĕр сарăлса, пĕр пĕтсе пымасть (постоянно). Лашм. † Кайăк пек çунатăм пулсан... Якейк. Онăн пек, салтакăн пек, маþайăн пек («н» твердое). Регули. Он пек ташлать. N. Вĕсем пек крапаллă (так!) коляскăна кӳлĕнеççе те, çынсем лартса турттарса çӳреççĕ. Регули 1254. Хăва ул пекех мана йоратать. Ib. 1255. Эреке пек шăрш кĕрет. N. Эп этеме шăна пек теп (сравниваю с мухой). Альш. Вĕсем ĕлĕк лерелли тури чăвашсем пекрехех тумланнă иккен. N. Вĕсен пек, санăн пек. ГТТ. Ялта ял пек пулас, тет, çын çинче çын пек пулас, тет (чувашин). || Как будто, точно, вроде, кажется. N. Тухăр кӳлĕр турă утра, çула тухсан хăвармас мĕн, килĕр пуççапар кил-йышине, килес çулччен манас пек. (Испорчена?). Орау. Вăл çав кĕнекесем айĕнче выртатчĕ пек-çке мана (кажется, как будто лежала). N. Парăнтарас пек калаçаç та-ха... Говорят, что победят, но... Капк. Ман хыçра эсĕр пек астурăм эпĕ. Ерк. 52. Сухатӳне килнĕ пек чух пĕре чуптарас, пухха йĕри-тавра ăмăртса кустарас. ТХКА. 47. Пирĕн ял аслă вăрман варринче пекех ларать. N. Çырăва çырма тытăниччен темĕн чухлĕ çырас пекчĕ. Регули 119. Тивес пекех пычĕ мана. N. Пурри пур та, анчах вĕсем пушă ларнă пек лараççĕ. Орау. Ăна леш кĕнекесем айĕнче выртнă пек астăвап-çке эп. Альш. † Шурă чăхă çăмарта тăват-çке, чĕпписен уссисене курас пек. Пире атте-анне çуратнă, пирĕн уссăмăрсене курас пек. N. Йĕке хӳре хăй вăйлă пек пулса: юрĕ, качча илĕп, тенĕ. Бгтр. Ку йомăç пăхам пек турĕ, тет. Регули 169. Вăл халь килнĕ пек. Ib. 249. Ĕçлемен пек корнать. Чăв. й. пур. 32°. Пĕр вăхăтра Ахтапанта, пасарта хăне кирлĕ пек пилĕк çын чĕннĕ. ЧС. Анне манран: Çеркей, вут пăртак чарăннă пек-и-ха? тесе ытрĕ. N. Атте-анне ӳстерчĕ юратса, ĕмĕр пĕр хуйхăсăр ирттерес пек N. Вăл каççине кăшт пĕлĕтлĕрех пекчĕ. Нюш-к. Эп паян суха тăвам пек турăм (если про З-е лицо, то: тăвнă пек). Изамб. Т. Эпĕ кĕтӳçĕрен ыйтăрăм та, ул мана: пурте (лошади) тавăрăнчăç пек, терĕ. Альш. Малтан тухса кайнă хĕрсене, тухса кайнăшăн пек пулса, мăшкăласа калаççĕ (поют). Кан. Ман шутпа капла туни тĕрĕс мар пек. Чăв. й. пур. 6°. Мана капла туни аван мар пек. Истор. Трупасем кăшкăртса мĕн юлнă пек халăха пурне те пĕр çĕре пухнă. Янш.-Норв. Тусĕ хурласан та, мухтасан та, лешсем ытах илес пек пулсан (захотят), хĕрĕ ашшĕсенчен: хĕрне кăçал паратна? тесе ыйтса пăхаççĕ. || «Можно». ППТ. Кун каçалла кайсан, тепĕр кунне тăваççĕ; ĕлкрес (= ĕлкĕрес) пек пулсан, çав кунах тăваççĕ. N Вăрлăха ăшă çĕрте тытсан, пĕр-икĕ эрне хушшинче шăтас пек вăрă пур те шатса тухать. || «Почти». Чхейп. Юмăçа кашни кун кайнă пек кайнă. К.-Кушки. Пĕчĕкçĕ лаша турă лаша, халĕ туртас пек тăра-çке (= тăрать-çке), аппаçăмах Насти пур, халĕ каяс пек тăра-çке. N. Куллен янă пек яр. Посылай почти ежедневно. N. Икĕшне те пĕр кунта илнĕ пекех илтĕм (получил почти в один день). N. Илене кашнă кон пекех коратпăр. N. Çиçĕм те унтан пĕр-ик утăмран пек çеç çиçе пуçларĕ. Бес. на м. г. Ак тата çамрăк ачасем хĕлле уллахра, çула урамра, уйра çĕр каçиччен пекех выляса ашкăнса çӳреççĕ. Вишн. 63. Ачасем пур те пекех вар-виттипе аптраса вилеççĕ. Янш.-Норв. Кăсем ун чухне виççĕшĕ çĕрте тăраççĕ, пĕри урапа çинче лашана хăвалас пек тăрать. Турх. Туртмастăп пекех пулсан та (хотя почти не курю)... Бес. чув. 9. Эпĕ анкарти тӳрлетес тетĕп, тата ав кăмака та ишĕлес пек тăрать. Дик. леб. 40. Хĕвелĕн пĕр хĕрри ĕнтĕ тинĕсе перĕнес пекех тăрать. || «Около, приблизительно». Тогаево. Вăлсем пĕр эрне пĕк ĕçлесен, эпир пиччепе вăлсем ĕçленине пăхма карăмăр. Ст. Яха-к. Ун чухне çиме çитмен çынсем те... пĕр-ик витре пек пулсан та, сăра тăваççĕ. (Çăварни). Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çичĕ-сакăр витре пек çăра-сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. Ib. Хуçа вара хĕрсене çав хисепе тунăшăн килĕнчен тухса кайнă чухне пĕр пилĕк пус пек, вунă пус пек укçа парать. N. Вăрçăран 5 çухрăм пек тăратпăр.

пĕр пек

одинаковый, ровный. Изамб. Т. Пăлан (у р. Булы) икĕ хĕрри те пĕр пекĕрех. Капк. Чула (жернов) пĕр пекрех антарарах ятăм та (чтобы мельница молола не так сильно и не так тихо), кĕлете питĕрсе пӳрте кĕтĕм.

пеккĕн

подобно. Арзад. 1908, 21. Сантăр хăмлана тытăннă пеккĕн пĕр май ларса сăтăрман, çывăра-çывăра сăтăрнă.

пелет

неизв. сл. N. Çын сăра мĕн тунă чухне усалсем: халĕ те хăмла ытларах яринччĕ, ытларах яринччĕ, тесе илĕртсех çӳреççĕ, тет. Пирĕштисем вара хăмла ярсан: пелет! пелет! тесе, çынна пăрахса кайса, хĕрĕх те пĕр кунччен яхăна пымаççĕ, тет.

пенк

подр. урчанию в желудке. Чураль-к. † Икĕ çатан хушшинче те шапа юк-юк тăвать, тет; пĕр пуянăн сарă хĕрĕн хырĕм пенк-пенк тăвать, тет.

пер

(пэр), кидать, бросать. N. Ан пер, не бросай. N. Чикан çав çăкăра ил те, пер ачине (возьми и брось в своего сына). Ау 4. Йиттисене, лашисе (= лашисене) веç шыва печĕ, тет. N. Пулăçăсем вара, ыйтса та парас çуккине пĕлсе, ăна (ее) тытнă та, каллех шыва тытса пенĕ. Турун. Кам унта кĕлте перет. Ib. Кам унта эсĕ, кĕлтесем перетĕн? N. Пурте ăна чулсем илсе чулпа пере пуçланă: мĕн чухлĕ персен те, пĕр чул та пырса сĕртĕнмен ăна. Шибач. Тытса пĕре çавăрса перем! Кив-Ял. Эп сана Сĕвене кайса перĕп. || Бросаться. Кн. для чт. 139. Вара вăл кантăр вырăнне перет, кĕлте кӳрекен çулсем çинче вĕçсе çӳрет. Абаш. Халăх çĕнелле (хола çĕнелле) пеме поçларĕç. N. Хай çӳлтен вăйпа юхса пыракан шыв тӳрех канава юхса перет, кукăрăлса каймасть. Ир. Сывл. 27. Савăнăçлă çуркунне çитсе печĕ пирĕн енне. || Откидывать, задевать. Ала 103. Çичĕ пăт сĕлĕ хатĕрлерĕм, пуçне пĕкке пемешкĕн. N. Онта пуçна ан пер. Курм. Пуçне пĕккине персе пычĕ (лаша). || Махнуть. К.-Кушки. Вăл карташ урла тӳрĕ печĕ, эпĕ çаврăнса кайрăм. Он махнул через двор прямо, а я наискось. || Ударить, бить. Шурăм-п. Хăйсем вĕсем шултра матур çынсем, пĕрре персен çынна вĕлермелле. Якейк. Пуçа алăка петĕм (ударился). N. Эпĕ пуçа юпана петĕм. Орау. Мĕн пăхса тăтăн тăта, ăна пер те, йăвантар (его ударь и свали). Ст. Шаймурз. Мала ан ирт, кая ан юл: мала иртсен, пуçран переççĕ, кая юлсан, кутран тапаççĕ. Сред. Юм. Хĕнеме хошайрăр ôна, ô сана перет соккăр-паттăр пик. || Стрелять. Панклеи. Пĕри (медведь) тайăлнă чăршă тăрăх хăпарма тапраттĕр, ăна хоралçă пăшалпа персе ӳкерчĕ; тепри хăпарма тăрчĕ, ăна та персе пăраххĕр. НАК. Пĕрре кайăк хыççĕн Хуракĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм та, пăшалпала виçĕ хут петĕм. Баран. 54. Юлашкинчен çимисем, пемеллисем пĕтсе çитнĕ, вăйран та кайнă. N. Пирĕн çие переççĕ. N. Перет-ха у! N. Пăшалçă кашкăра пăшалпа пенĕ те, тивертеймен. N. Ухатаçă кайăк-кăвакала печĕ. Янш.-Норв. Кайăк-кăвакал пеме тесе (чтобы...). N. Пĕр-пĕрне пăшал персе. Шибач. Улĕ корчĕ те амăш пынине, вăрмантан пăшалпа персе пăрахрĕ, так и вĕлерчĕ. Б. Олг. Астур, сере пăшалпа перетпĕр (будем стрелять) пармасан. Орау. Эп ача чух пĕре пăшал пеме çичĕ пус патăм (за право выстрелить). Истор. Тăшмансенĕн пемелли хатĕр пит нумай пулнă. ||Разить (о запахе). Шурăм-п. Пĕринчен эрех шăрши кĕрет, тепĕринчен тапак шăрши перет анчах (разит табаком). N. Сасартак шăрш пеме пуçлать. Кан. Шăршă чăтмалла мар перет. Чĕр. ч ун. яп. й.-к пур. 24. Çăвара чикмелле мар усал шăршă перет. || Пить много и жадно. Шурăм-п. Эсир сахăрне чейпе çисех ятăрĕ-çке, эпĕ хуçи курасран хĕве вăрттăн чикрĕм те, шывне ла-айăх петĕм (выпила). КС. Эс ма паян ку тĕрлех шыв перетĕн? Что ты сегодня так много пьешь? Эльбарус. Персе килнĕ. Пришел пьяным. Якейк. Эпĕр ĕнер эреке петĕмĕр анчах (много выпили). N. Çынсем ытла вĕрипе сивĕ шыва переççĕ, ачисем час кӳрсе килмесен, кайран çаптарса та илеççĕ. Бюрг. Ĕçессисем килнĕ япаласем — переççĕ: ĕçсен-ĕçсен, ӳсĕрĕлсе кайса ӳкеççĕ. КС. Пурăнăçа, чĕлĕме, çăккăра, эрекене, сăрана перет, здорово ест, пьет, живет. || Спать много и крепко. КС. Ай-ай ăйăха перетĕн эсĕ! Ну и спишь ты крепко и много. Ib. Талăкпех ăйăха петĕм. Проспал круглые сутки. || Ляпнуть; взболтнуть. N. Эпĕ хам та ухмах, пер яр. Ск. и пред. Сăмахсене ку çынсем пемеççĕ (не бросаются словами) сывлăша кăлăхах янтратмаççĕ. V.S. Кирлĕ-кирлĕ мара пер. || Твердить, настаивать, повторять. Ау 103. Эсĕ манран пĕр усă курăн, тесе калат, тет. Çак ача таки (= такки) хăйăннех перет: эсĕ ман автана тытасшăнччĕ, акă ĕнтĕ ху çаклантăн, тесе калат, тет. СТИК. Ăна хутте мĕн кала, вăл хăйиннех перет (он все свое твердит). Ашше-амăшне. Ваçук кӳрши хайĕннех пенĕ: тĕлĕнмелле хĕр эсĕ, Лисахви! тенĕ. N. Суйлас вăхăт çитсен, петĕмĕр суйларăмăр хамăр суйлас тенĕ çынсене. || Ссылаться. КС. Эсир паян кăнтăрлаччен çăмăра персе ахалех ирттертĕр, халь ĕнтĕ каçчен ун вырăнне хытăрăх (хытă) вырăр. Ib. Праçнике персе, ĕçлемерĕç. Ссылаясь на праздник, не работали. N. Чире пер. || Притворяться. Якейк. Пирĕн ати ĕссĕре персе выртать (притворяется). N. Ухмаха пер. Притворяйся дураком. Орау. Сутра пĕлмене петĕм (притворился). N. Чире печĕ, ӳсĕре печĕ. Байгул. Ку арăм епле те пулин ачисене вĕлерттересшĕн, тет, çавăнпа ку чире печĕ, тет. || Терпеть, выносить. КС. Халь лашана тăрантартăм ĕнтĕ, каçчен перет (не устанет, вытерпит).

перĕн

коснуться, касаться, прикасаться, соприкасаться. Календ. 1910. Хăмпу çумне пĕчĕк йĕп перĕнсе тăрать. N. Вăрманта йывăçсем пĕр-пĕрин турачĕсемпе перĕнсе тăраççĕ. Вăрманти йывăçсен турачĕсем пĕр-пĕрне перĕнсе тăраççĕ. Деревья в лесу соприкасаются одно с другим ветвями. N. Çамкупа сивĕ кĕленче çумне перĕнсе ан тăр. Не прикладывайся лбом к холодному стеклу. МПП. Ӳлĕм кунта çӳренĕ чухне тумтир арки пернекен пулĕ. (Предсказание). Скотолеч. 6. Лашанăн çыхнă урийĕ (нога) çĕре кăшт кăна перĕнсе тăтăр. Якейк. Мана ан перĕн (или: ан тĕкĕн). Не прикасайся ко мне. Календ. 1906. Çĕр анчах мар, хĕвел, уйăх, мĕн пур çăлтăр — пурте нимĕне перĕнмесĕр тăраççĕ. || Задевать. N. Аллисене каялла тытса, хăрах аллинче патак тытса пырать. Отса пынă çеммĕн патакки атти кĕллисам çомне перĕне-перĕне пырать. N. † Паланлăх виттĕр тухнă чух, палан сапакки перĕнчĕ пулĕ, çавăнпа хĕрлĕ пулнă пулĕ. Аттик. Пĕр перĕнмесĕр çак шыв пек юхса тухса кайтăр çак ача çинчен (порча. Из наговора). || Ткнуть. N. Çав çĕрхине выляма тухрăм та, пĕр пысăк темĕскерле япала перĕнсе куккăр турĕ, тет. || Ударяться, биться. N. Чӳречерен чӳречерен пыра-пыра пернет (воробей). || Подойти. Сред. Юм. Çав пырса перĕнмен полсан, эпир йӳнтерехе илеттĕмĕр ô тавара. || Остановиться. Тоскаево. Туй хапха айне килсе перĕннĕ, тет, кĕрӳ хатри (= хатĕрĕ) çитмен, теççĕ. (Послов.). || Встретиться. Орау. Ак хайхискер килсе перĕнчĕ! Вот встретилось то слово, о котором говорили. || Напасть. ЧС. Пирĕн ялсем: ку мур пирĕн яла та килсе перĕнмин юрĕчĕ, тесе, питĕ хăра пуçларĕçĕ. || Попасть. Хĕн-хур. Эсĕ кам хĕрачи? Çĕрле Çăмьюн тетӳ пӳрчĕ патне ăçтан пырса перĕнтĕн эсĕ (как зашла?). || Обращаться. Юрк. Ку ĕçрен кайран, çими çитмен чух, йăмăкĕсем патне пырса перĕнет (обращался). ||Стреляться. Шурăм-п. Пăшал илнĕ те, перĕнсе вилнĕ. || Наталкиваться. N. Ниçта çитсе перĕнменни те юлмарĕ, тет, кун (всюду он бродил). Шурăм-п. Чылай çĕре перĕнсе çӳренĕ вăл.

перĕнкеле

(-г-), по временам прикасаться. Скотолеч. 25. Пĕр выльăх çумне тепĕр выльăх перĕнкеленĕрен (от того, что...).

перĕнтер

(-дэр), понуд. ф. от гл. перĕн. К.-Кушки. Ури тĕпĕсене хире-хирĕç перĕнтерсе лараççĕ. Сидят, соткнувшись друг с другом подошвами ног. N. Вĕсем пĕр-пĕринпе пит-çăмартисене перĕнтерсе чӳречерен пăхса тăнă. Они смотрели в окно, прислонившись одна к другой щеками. Тип-Сир. Урисене çĕре перĕнтермесĕр, каяла çавăрнса пăхмасăр, тарчĕç, тет (убежали, не чуя под собою ног). Скотолеч. 8. Хырăмне перĕнтерсе ыраттарсан (если ушибет обо что-нибудь живот)... Якейк. Икĕ йопая хире-хирĕç перĕнтерсе тăратнă. Поставили два столба наискось, так что они упираются один в другой верхушками. N. Эпĕ ăна пуçĕпе (ун пуçне) пĕрене çумне перĕнтертĕм. || Забивать на словах, переспаривать. Якейк. Ай-ай вăл она плотнă перĕнтерет (забивает его словами во время ссоры).

перкелен

(-г-), околачиваться, сменяться. КС. Перкеленсе сӳрет, слоняется. Сред. Юм. Перкеленсе çӳрет тесе, ĕçсĕр, ниçта вырнаçаймасăр çӳрекен çынна калаççĕ. Ib. Мĕн перкеленсе çӳрен çак эс, ниçта вырăн топмасăр. || Колотиться, бедствовать. Юрк. Çав пиркепе укçа тĕлĕшĕнчен пит перкеленсе пурăнатăп халĕ, çынна пĕр-икçĕр тенкĕ памалли пур. || Говорить немного на каком-либо языке. Тингеш.

перкелеш

кидать друг в друга. Изамб. Т. Ачасем юрпалан перкелешеççĕ, тет. СТИК. Ну канĕçсĕр ача та пулат, мĕн тек перкелешсе çӳрет-ши ĕнтĕ. (Говорят мальчику, всегда кидающему камнями). N. Ачасем тулта чупкаласа, юрпа перкелешсе çӳреççĕ. Ачач 39. Юр чăмаккисемпе перкелешсе-кулкаласа илеççĕ. || Перестреливаться. Кан. Пăлханакан салтаксем перкелешни, кăшкăрашни пирĕн чикĕри хуралсем патĕнчен те çĕрĕпех илтĕнсе тăнă. || Слоняться без дела. СТИК. Темĕскер пулчĕ пирĕн çынна, ухмах пек: пĕрре кунта, тепĕре унта перкелешсе çӳрет. || Драться (о несерьезной драке). Сред. Юм. Мĕн тек пĕр-пĕринпе перкелешетĕр çак эсир, куçа-пуçа персе шăтарăр-ха ак. || Говорить нечто несуразное, невероятное. КС. Кутăн та пуçăн перкелешет. Говорит неправду без всякой пощады. Ib. Перкелешсе ларать, передает нечто невероятное. || ТХКА. 78. Пире пула анне те тавар пуçтаракан Кушкă вырăссемпе вырăсла перкелешме вĕреннĕччĕ.

персе ӳсĕрĕл

опьянеть сильно. ППТ. Хăшĕ ача питрех персе ӳсĕрлет те, лаши çинче аран-аран ларат. Сред. Юм. Хĕре-туя (= хĕр-туйне) кайсан, çын пик чипер корса çӳресси çôк он, персе ӳсĕрлет вара пĕр (сразу напивается).

персе яр

ляпнуть, проговориться, взболтнуть. Ст. Чек. Вăл çынпа калаçма пĕлмес; хăш чухне ытла аван калаçнă çĕртех персе ярат унталли-кунталли мар сăмаха. Кан. Эпĕ ăна асăрхамасăр персе ятăм, тесе, суят. Ib. Ача сăмаха тӳрех персе ямасть, малтан шухăшлать. КС. Астумасăр çав сăмаха пер яр. Букв. 1886. Ку ача-пăча çăварĕ — тем персе ярĕç кăсем! Беседы. Мĕн килчĕ ăна персе ярать (слова). ТХКА 58. Ах, ох, пихампар, çырлахсамах, пихампар, персе ятăм сăмаха, хамăн калама юраман сăмаха, вăрттăн шухăша персе ятăм-çке. Шурăм-п. Шăлнĕ: эп хăратрăм, арçури мар, тесе, персе ячĕ (вдруг сказал). Хурамал. Аптăранă енне çапла персе ячĕ, тет (сказал). Орау. Ним курасса пĕлмесĕр çӳрет, сăмаха пĕр шухăшламасăрах персе ярать. Ib. Юлашкинчен пĕр сăмах персе ячĕ (ляпнул не кстати или нарочно). Ib. Персе ан яр, кӳлеше пуçлĕ. Не проговорись, будет еще ревновать. || Неожиданно выстрелить. N. Хăй çаплах чӳрече çинче ларса тăнă. Сасартăк пăшал персе янă.

персе çит

притти, приехать, нагрянуть и пр. Ст. Яха-к. Виçĕ кунтан, ытлари кун, пирĕн пата Маçилке карчăк хамăр тăрачченех персе çитрĕ (заявилась, пришла). Истор. Сасартăк тутарсем вырăс çĕрне персе çитнĕ. СТИК. Печĕ çитрĕ, пришел неожиданно. Алекс. Нев. Сисмен те вăл: тутарсем Рязане персе те çитнĕ. Изамб. Т. Эпир Хурăн-вар кĕпери урлă каçсан, кăсем пире персе те çитрĕç те, пиртен ирттерчĕç. N. Унччен те пулмаçть, кантуртан повесткă сута кайма персе те çитет. Кан. Пахчана тухсан, пĕр 10 минутран автомобил персе çитрĕ. Ib. Çырнă хут персе çитрĕ. Баран. 62. Çав вăхăтра пĕри юналутпа персе те çитет.

персе тыт

застрелить. Ст. Шаймурз. Эсир пĕр çăхан персе тытăр (застрелите). Баран. 126. Çула кăткă тĕми çинчен персе тытаççĕ. Вăл кăткă çиме те юратать.

персе тух

появиться сразу, выскочить неожиданно, подойти вдруг. К.- Кушки. Авăра-кăшман анчах персе тухрĕ (выросло). N. Кирлĕ-кирлĕ мар курăк пере-пере тухнă. Ib. Тырă пулакан хирсене ăнман курăк пере-пере тухрĕ. N. Сăмса тăрринех темĕскер персе тухрĕ (нарыв и пр.). N. Çан-çурăма шатра персе тухрĕ. О сохр. здор. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра (сыпь) персе тухать. Сборн. по мед. Вара пĕтĕм ӳте кĕçтекен шатра персе тухать. Истор. Унтан июнĕн 21-мĕш кунĕнче тата вут персе тухнă. КС. Персе тухрĕ, выскочил быстро. Ал. цв. 6. Пырсан-пырсан, вăл пĕр сарлака уçланка персе тухать. КС. Ман пата пĕр хуйхатнă мулкач печĕ тухрĕ. Баран. 138. Пĕр шыв çулĕ (под землею) тепĕр çул çумне пырса хутăшать, кайран вăл çап-çутă, тап-таса шывлă çăл пулса, çĕр айĕнчен персе тухать. Стюх. † Шур Атăлпа прахут килет, персе тухрĕ хĕррине. Пароход быстро направился, подошел к берегу. О сохр. здор. Ун çинчи шăналăка сирсе пăхсан, пит усал шăршă персе тухать (из люльки) || Обокрасть. Кан. Авăн картинче ларакан ампарĕнчен çăраççипе крышшисене ватса тумтирсем, шур япала таврашсем т. ыт. персе тухса кайнă.

перекетлĕ

экономный, бережливый. Ст. Чек. || Спорый. Сред. Юм. Час пĕте пĕлмен япалана перекетлĕ, теççĕ. СТИК. Перекетлĕ; аван пулнă япалана, çимĕçе, вăл ăста килчĕ унта тăккаланса пĕтмесен: перекетлĕ пулчĕ ку япала, теççĕ. Çăнăха шултăра авăртсан, вăл час пĕтет, çавна вара: пĕр те перекетлĕ пулмарĕ, теççĕ. Хăяр мĕн, улма юçĕтни пăсăлса мĕн туса, татăкăн йăтса пĕтет те, ăна вара килти хĕрарăм: ку япала пĕр те перекетлĕ пулмарĕ, пăсăлса татăкăн çисех пĕтрĕ, тет. Янш.-Норв. Пурăнăç малалла кайтăр, пурте çителĕхлĕ, пур япала та пуçламан пек перекетлĕ тăтăр, тесе... ФТТ. Çын вилсен, çав çын çинчи çăкăр перекетлĕ пулсан, чĕрĕ юлнă çынсем пуяççĕ. || Изобильный. Орау. Питĕ перекетлĕ пулчĕ (= тухăçлă пулчĕ). N. Турă вĕсене тăн-пуçран та, пуринчен те перекетлĕ панă (обильно).

перехетлĕ

то же, что перекетлĕ. N. Пĕр перехетлĕ сăмах та попляман. Календ. 1911. Чăн вăл: сахал аксан, вырма та сахал; анчах тытма пĕлсен, сахал та перехетлĕ пулать.

Петрав типпи

, петровский пост. N. Вутă çулма Петрав типпинче, пĕр-ик эрне малтан Петр кунĕ çитеччен (за две недели до петрова дня) каяççĕ.

Петтĕр варĕ

назв. оврага. Б. Олг. Хачăксам Петтĕр тарса çӳресе (явал таркăн тенĕ). Каþан она вĕлернĕ яль-йышпа: она пĕр çын ĕçтерсе ĕсĕртнĕ ан вочахĕнче, каþан вĕлернĕ. Исе кайнă торттарса она вăрмана, çапăсам тăкса çонтарсарнă (= çунтарса янă). Полнă вара Петтĕр варĕ.

пехил

(пэhил'), благословение. А. Турх. Ст. Дув. † Атте-анне пехил парсассăн, эпир те пулăпăр çурт пуçĕ. ЧП. Атте-анне пехилĕ çитсен, эпĕ те пулăп çурт çынни. N. Эй кинĕмĕр, пехил сана, çак кил хуçи пулăр, ача. N. † Эпĕ атте аннене юрарăм ĕмĕрлĕхе пехил илесшĕн. N. Вĕсенчен сана пехил тухтăр. N. Те атте çыртарнă, те хăй çырнă вăл сăмаха: турăран пехил ытатпăр вилмешкĕн, тесе. || Завещаемое при смерти. N. Вăталăх ывăлне каларĕ, тет: сана пĕр саступ пехил, тесе каларĕ, тет. (Сказка). Н. Шинкусы. Чунĕсем (предков) турă умĕнче ырлăхра пулччăр пире пехил парса хăварнăшĕн. (Поминовение предков в молитве ӳчӳк). Изамб. Т. Акă эпĕ вилетĕп: сире пехил. Ыр курмалла пулăр. Çынна юрамалла пулăр! Аннӳ сăмахне итлĕр. Эсĕ, Кеçтук, сывлăхлă парса çитĕнсен, аннӳне, йăмăкусене ан пăрах. N. Ун чухне ыттисем калаççĕ, кашни çын, пӳртрисем пурте: пĕри калат — сана лаша пехил, тепĕри — сана ĕне пехил, сана сурăх пехил, сана хур пехил, чăх пехил. (Свадьба). Альш. Манран сана пĕр кĕтӳ лаша пехил! Желаю тебе иметь табун лошадей (пожелание детям. Выражает и недоброжелание).

пеххилле

благословить. Трхбл. Аттепеле анне пеххиллесен, эпир те пулăпăр-ха çурт пуçĕ. Вил-йăли. Пӳртрен тухнă чухне вилнĕ çын урисене алăк янахне виçĕ хут тивертсе калаççĕ: çуртна-йĕрне пеххилле, ачăна-пăчуна пеххилле, выльăхна-чĕрлĕхне пеххилле, теççĕ. || Завещать. Собр. Ачам, ачам, сана мĕн пеххиллем? Пĕр вите лаша пул сана. — Вăрă вăрлатăр лашусене. Сала 255. Атте, мана мĕн пеххиллен (что мне оставишь в наследство)?

пеххил ту

благословить. N. † Ай-хай пĕр аттемçĕм, аннемçĕм, пеххил туманран кăна ӳпкем пур. С. Тим. † Аттеçĕм те, аннеçĕм, пеххил туманран ӳпкем пур. Ст. Шаймурз. Эпир сире праçникрен праçнике анчах асăнатпăр, эпир сире пиллештеретпĕр; эсир пире ан асăнăр, пеххил туса кайăр (при возлиянии пива в «ваттисене хывни»). С. Дув. † Эй-хай пĕр аттеçĕм, пĕр аннеçĕм, икĕ кăкăру сĕтне пеххил ту.

пыл

(пыл), мед. ТММ. Эй пылпа кулаç, тутлă-çке! — Ху çирĕне? — Пасарта асаттепе асанне çинине куртăм. Орау. Ах, тамаша, пылтан та тутлă-и тен (пожалуй слаще мёда, трубка). Альш. Харсăр Энтрийĕн хурт питĕ нумайччĕ, пыл та пит нумай илеччĕ ун чӳне. Чăв. й. пур. 32. Кĕркунне пыл татнă вăхăтра... БАБ. Пыл пек тутлă пултăр, çу пек çемçе пултăр! (Хĕрпе качча хĕве хупнă чухне калаççĕ). Собр. Хĕрĕн пылĕ, упан юнĕ, теççĕ. (Послов). Торх. Пыл сахăрланчĕ (засахарился). Тогач. Хунĕм хĕрĕ — хура хĕр, тĕтĕм çĕтре (= çĕрте) тĕрĕ тăвĕ. (Хурт пыл туни). СТИК. Пĕр-пĕр хĕрача пăсарсан, амăшĕ-и, йинкĕшĕ-и ăна: пылĕ тăкăнчĕ, мĕн çитерĕн туйăнта! тет. || Медвяная роса. Якейк. Кĕçĕр пыл (сладкие пятна на листьях растений) хыт çунă, корăк çинчи пыла тăраниччен çирăм. || Мед (напиток). Хурамал. Çул каякан килне таврăннă та, хыçĕнчен пырасса сиснĕ те, пыл хывса йӳçĕтсе хунă. Такмак. Пĕр пуçĕнчен (бочки) тутлă пыл юхать, тет, тутлă пылĕне ĕçсе тутă пулмăпăр-шин. Тепĕр пуçĕнчен йӳçĕ пыл юхать, тет, çавна ĕçсе ӳсĕр пулмăпăр-шин эпир. Юрк. † Эрех ĕçрĕм, пыл ĕçрĕм. Кĕвĕсем. Пыл ĕçмелле вылясан, хурт ĕрчемес тиеççĕ. N. † Пыл ĕçмелле ан выльăр, хурт ĕрчемес тиеççĕ. Шел. П. 38. Пĕрне-пĕри ыталаса пыл ĕçмелле выляççĕ. Альш. Пыл ĕçеççĕ, мĕн тăваççĕ (игры). N. † Тутлă шерпет, йӳçĕ пыл пирĕн пиччен кĕрекинче. Бур. Сар алтăрпа пыл йӳçет. Тайба-Т. Тутлă чĕлхесене пыл витмес. Альш. Тепĕри тата (другая речка) пыл юхат, тет. Çавăн пекех выртса ĕçсен — пыл, илсе ĕçсен — шыв, тет. См. пул.

пыл куçĕ

ячейка. Календ. 1906. Карасри пыл куçĕсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ вакрах, хăшĕ шултăрарах.

пыллă пуç

или пылă пур, назв. растения, клевер. Имен. Пыллă пуç = чавка пуç. Эпир çур. çĕршыв 10. Çуркунне, юр кайсан, ыраш калчи çине пыллă-пуç (клевер) акса çӳрерĕмĕр. Петрунка. † Вăрман варинчи пылă-пуç, çумăр çуса кайиччен татимарăм пĕр ывăç.

пылăх

, пыллăх, новь после корчевки. Тюрл. Посри анасене пылăх тесе калаççĕ (коренная земля, поляна, поле чистое). Альш. Пылăх çĕр = вăрман уçса акнă çĕр (чищоба). || Поляна. Букв. 1904. Пĕр пĕчик пылăх тĕл пултăм эпĕ. Ку пылăх аякран хăмач сарнă пек курăнса выртат. Ib. Хыпаланса чупса пытăм уçланкă хĕрне: хир те мар, вăрман варринчи пылăх. N. † Пылăх варнчи пыл корĕк, пĕр виç ывăç татас поччĕ (= пулаччĕ); эсĕ мана йоратнине пĕлнĕ полсан, пĕр виç сăмах поплес поччĕ. (Хĕр йĕри). Синьял. † Вăрман варĕнче, пылăхра, сар чече те кăвак чече, сарринчен кăвакки ытларах. Мижули. Пăртак анчах вăрман пылăхĕнчен похнăччĕ, эпир тăракан йоман айне çиçĕм çиçсе, аслати йоман тăрăнчен пуçласа аяла çитиччен ик енеле çорса çапрĕ.

пылчăкла

загрязнить, запачкать грязью. ППТ. Нумайĕшĕ Мункун йĕпе килнĕ çулне, ӳсĕрĕлсен, лашисем çинчен ӳксе тем тĕрлĕ тумтирсене пылчăкласа варлаççĕ. Чăв. Ялĕ. Малтан пылчăкласа кăларнă улăма пĕр-ик кунтан витме те юрать (ею покрывают крышу).

пымăк

перетяжка, перехват. МПП. Акшай. Пĕр вĕç пымăк, пĕр вĕçĕ шĕвĕр. (Йĕке). См. пымак.

пыр

горло, глотка. БАБ. Пĕр чиртен чĕрĕлеттĕм, тет те, тепĕр тĕслĕ чирпе чирлеттĕм, тет. Хăш чух пыртан илсе туса чут вилместĕм, тет. Сред. Юм. Пыра ларса вилмеччĕ (подавился бы). Ib. Ачана пыра пôлнă тесе, пĕчик ачасĕм пыр ыратса чирлесен калаççĕ. Альш. Пыра пулчĕ. Горло заболело, распухло (жаба, дифтерит, скарлатина). Юрк. Çиме тытăнсан, пырăма çиме анмас. КС. Пирĕн ача пырсăр пулчĕ-ха. N. Иртĕнсе çинĕ пирки нумайĕшĕ вилĕм тупнă, пырне чаракан кун-çулне малалла тăсать. Бур. Пырна пула выçă вилĕн, теççĕ. Сред. Юм. Пырна пôла пуçна çийĕн. За желудок голову потеряешь. Ib. Пыр ярна пуçларĕ, таçта сăра тôпса ĕçеп ĕнтĕ эп. Бугур. Пыр ярăнсассăн, ĕçсе-çимелле, теççĕ. Якейк. Пыр ярăнчĕ (какие-то резкие звуки в глотке, которые получаются, может быть, от выхода газов из желудка, не отрыжка и не икота). N. Пыр хыççăн ан кайăр, пыра ирĕк ярсан, вăл атте- аннене те суттарать. Собр. Пыр ерĕнсен, сăра ĕçет, тет. С. Дув. Хăйĕн пырĕ кастарать, пур укçине хĕрхенет. Латыш. Епле пыра тăрантас-ши? тесе калать, тет (шаланкă). N. Хăйĕн пĕр пырне те тăрантарса усрайман. Ялан пыр çинчен, çи-пуç çинчен анчах шухăшланă. Т. VI. 13. Кӳршĕрен çавăн пек пыра хыт çиекен çынна (едуна) суйласа илеççĕ. Юрк. Этемĕн пырĕ тутă та, куçĕсем выçă. || Пища. N. † Çак тантăшсем аса пĕр килсессĕн, ларса çиес пырăма çимерĕм. || Назв. части сăрка. Ау 329. Виçĕ хут вăрăм сăрканăн пырĕ ука. || Залив. Сред. Юм. Атăл пырĕ. N. Çĕр чĕтĕренипе тинĕс пырĕнчи пулăсем хула урамне туха-туха ӳкнĕ. Кĕвĕсем. Кăвакал ами пыр урлă, çавăрнасси кӳл урлă; пирĕн тантăш ял урлă, калаçасси çын урлă. Рак. † Кăвакалăн ами пыр урлă (за заливом). ЩС. Пыр, узенький залив, также узенький пролив. || Устье реки. Шел. П. 18. Чăваш хули Шупашкар... ларать Атăл хĕрринче... Кăкшăм çырми пырĕнче. Баран. 161. Атăл пырин хĕвел анăç енче калмăксем пурăнаççĕ. Изамб. Т. Пыр тесе, пĕр çырма тепĕр çырмана тухнă тĕле калаççĕ. Ib. Энтепе çырми пырĕ, назв оврага. || Омут. || Кратер. Орау. Вутлă ту пырĕнчен вĕри чулсем темскерсем тухнă чухне таврари яла пĕтĕмпе кĕл пусать (падает пепел, во время извержения).

тӳрече пырĕ

оконный просвет. Самар. † Чӳрече пыр витĕр пĕр хĕр пăхат, хăлханкилĕ (хăлха онкилĕ, иначе: хăлха алкилĕ) хитре хĕр иккен.

пыр

итти, ходить. С. Тим. † Пыраттăм, пыраттăм çулпала, вуникĕ кашкăр тĕл пултăм. Чăв. й. пур. Прухха та ун патне пыма пăрахнă вара (ходить перестал к нему). Абыз. Ай ман хыçран такам пырать. СТИК. Çулпа 20 салтак пырат (но: çулпа салтаксем çирĕмĕн пыраççĕ; еще: пӳртрен виçĕ ача сиксе тухрĕç те, сиккелесе выля пуçларĕç). Якейк. Эс пырсан, эп каймалла та, эс пырасса пĕлместĕп. Я поехал бы, но не знаю, согласен ли ты на это. Кан. Пыр та çыпăç ун патне! т. е. он теперь важное лицо. N. Манăн та пырас-и? И мне итти с вами? — Ан пыр (или: пымасан та юрĕ). Юрк. Пырах та, пыр, пырах та, пыр, тенĕрен улпучĕ те: юрĕ, юрĕ, пырăп, пырăп, тет (улпучĕ, пит варлă чĕннĕрен). Ib. Миçе кун пыннине (ехали до города, где сейчас идет беседа), епле çитнине каласа кăтартаççĕ. Ib. Пĕрин аллинче нимĕч чĕлхипе (нимечле. Орау.) çырнă кĕнеке. Пырсан-пырсан, иккĕш те çав кĕнекене вуласа пăхсан, тĕлĕнсе калаçса пыра пуçлаççĕ. Орау. Кĕперпе пынă чухне. Когда я шел (сюда или туда) по мосту. Ib. Тинĕс хĕрринчи ялсене карапсемпе пырса тупăсемпе пере-пере кайнă (или: пыра-пыра персе кайнă). Ib. Пырсан-пырсан, малта таçта хăй çути курна-курна каять. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ тохса кайнă чохне хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм. Ст. Чек. Кăмака умнелле те пыра пуçларĕ (стала стряпать). Т. VII. Çук, çук пымастăп (с тобою). Ib. Ик çын вăрманта пыраççĕ, тет: пĕри кайра, тепри малта, тет. ППТ. Айтăр, эсир пыратра? эпир каятпăр. N. Пырсан-пырсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет (в другом месте: кайсан-кайсан, пĕр шыв хĕррине çитрĕ, тет). Сред. Юм. Пырса та ан шăршлан. И не подходи, все равно не получишь. Регули 1429. Пымассеренех вăл мана паратчĕ. Ib. 309. Эп пыраттăмччĕ те, ерĕçмерĕм. Ib. 137. Вăл пынине пĕлес çок эс. Ib. 84. Вăл пырасса пĕлес çок. Ib. 344. Эп корса, эс пыриччен тытса. Ib. 322. Эп пырсаттăмччĕ он чох, сирĕн никам та, килте çокчĕ. Ib. 593. Пыракан (пырса) онта çынсам темче хут. Ib. 399. Эп онта пырса паян. Абаш. Лаша пит аван пырать. Орау. Лаша тĕпре пит лайăх пырать (идет). Юрк. Пыр — ступай. Ib. Мана çырса ларакан çын кирлĕ, çывăрса ларакан çын кирлĕ мар. Пыр, ман патăмран тух та кай, тет. Хурамал. Пырсан-пырсан, вăл пĕр хулана пырса кĕнĕ. Ib. Пĕри калат: пыр, эсĕ кĕр хĕр илме. N. Пыр-ха çавăнта хăвăртрах, чуп = кай-ха çавăнта хăвăртрах, чуп. Чăв. й. пур. 14. Эсĕ пыр, таврăн киле. Альш. Пыр-ха, ман сумккана исе кил-ха, тет. N. Эсĕ ман патма пыратна? Ты идешь ко мне? (Спросит человек, идущий к себе домой, знакомого, если предполагает, что тот идет к нему. Если повышение голоса не на послелоге, то это значит: «ты придешь ко мне?»). N. Нимĕçсем пирĕн çине çĕрле пычĕç (подошли к нам). N. Ну, тарçăм, виçĕ апатна та эсĕ пĕр тапхăр çирĕн, пыр ĕнтĕ, тула тухса, хытăрах ĕçле, тесе каларĕ, тет. N. Эпир унта ялпа (не ялĕпе) пытамăр. N. Пынă çемĕн пырас килет. N. Пырах сӳреççĕ. Юрк. 18. Пыр халĕ, лешне пĕр савăт илсе кил, кĕрешес уммĕн пăртак ĕçсе пăхам! (эрех илме хушат). Ib. Ку улпучĕ нумай та шухăшласа туса тăмаст: пуçа çăмăл пулат пулсан, пыр халĕ, пĕрер савăтне кӳрсе пар, тет. Кан. Ăна алăран алла çӳретеççĕ, пыни пĕр эрне çитес умĕн, вăл «Капкăн» мунчалах пулса каять вара. N. Тĕтĕм сан çинелле пырать-çке. || Поступать (о деньгах). N. Унтан ку çын патне кашни кун темĕн чухлĕ укçа пыма пуçларĕ, тет. (Из сказки). N. Çырма та ал пымас ман халĕ топă сассипе. || Находиться в том или ином возрасте. Юрк. Асли, ывăл ачам, чупса çӳрекен пулчĕ, 2 çулта та 4 уйăхра пырат. || Годиться. N. Сӳрене тиха пырат. КС. Суха-пуç пымаст (плохо пашет). N. Пыман суха-пуç пек. Беседа. Навус хырма тытăнать, кĕреçи хырнă çĕре пымасть. || Итти замуж. N. Эсĕ мана ху юратса тухса пытăн. Лашм. † Хамăр ялăн ачисем сар ача, ан авланăр — хамăр пырăпăр. ЧП. Хĕр пырать те, хăй илмес. N. Хĕрсем пымĕç (за меня). Пазух. Ют ял ачи куç хĕсет, мана пырать, тет, пулĕ; пымăп çавă эп сана, манăн савни ялта пур. ТХКА. 87. Наçтаç аки пур, суя ятне илтес çукчĕ, пырап тени хупларĕ. || Лезть. К.-Кушки. Кушак çурисем амăш патне пĕр-пĕринчен ăмăртмалла пыраççĕ. Котята наперерыв лезут к матери. Орау. Выльăхсем епле те пулсан шыв хĕрнеллех пырасшăн. Скотина лезет к воде. || Сопровождать. Бес. чув. 10. Хăш чух тата çынсен мулла хыççăн «эллах – эк-пер, эллах — эк-пер», тесе пынă сасă илтĕнкеленĕ.|| Размножаться; водиться. Орау. Хурăн хуллипе выльăха çаптарма хушмаççĕ; выльăх пымаçть, тиççĕ. Выльăх пыманни (ĕрчеменни) кил вырăнĕнчен те килет, тиççĕ. Ib. Вăсен выльăх пымаçть. Альш. Кил-çурта чавка илешсен, выльăх чĕрлĕх пырать, теççĕ. ЧС. Аттепе пĕр тăван пиче уйăрăлнăранпа пирĕн лаша пыми пулчĕ (не стали водиться лошади, падали). || Существовать, длиться, продолжаться. N. Вĕсен тĕрлĕ кирлĕ мар йăлисем халичченех пыраççĕ. ЧС. Çын çилли çакăнсан, тепĕр тавлăксăр каймасть, хăш-хăш чух виçĕ тавлăка та пырать, теççĕ. Кан. Çунасси вăтамран 80 минута пырать. Вопр. Смоленск. Уçă, çăмăл, нӳрлĕ çил вĕрсессĕн, йĕпе вăрăма пырать. Чума. Хăсса чарăнсанах, çын çăмăланнă пек пулать, анчах нумая пымасть. || Баран. 40. Хуппи (деревьев) мăкланса каять, вĕсем çинче курăк ӳсе пуçлать, çапах та йывăç кĕлетки нумайччен пырать. N. Халь пурнăç пырать. || Доставать, хватать. Изамб. Т. Пĕрре илсен, ун темиçе çула пырат. N. Çирĕп тусан, нумая пырать (надолго хватит). N. † Çаккăнта ĕçни-çини атте-анне çуртне пыминччĕ, çамрăк пуçа хĕсӳ килминччĕ. Ib. Ку укçа нуммая пымас (çитмес). N. Паян тытни (рыба) пырсан пĕр çур çула пырĕ, малашне мĕн тăвăпăр? Т. IV. Эрне кун çĕнĕ çăпата сырсан, çăпата пĕр эрнене анчах пырат, теççĕ. || Стоить, значить. N. Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншен пыр иртни те тем пыратьçке. Кан. Ларса юлни пырах та пырать те, тульккĕш вăл чăвашсемпе калаçма пĕлмест... || Употребляется в качестве вспомогательного глагола. Ой-к. Сенре (= сентере) тăрăнчен шуçса пынă чух (при передвижении) алла темĕскер перĕнчĕ те, тӳнчĕ карĕ. СТИК. Тарса пынă чухне ярса илчĕç. Ib. Чупса пынă чух такăнтăм ӳкрĕм. Ib. Тарса пынă çĕртен тытнă (указывается на то, при каких именно обстоятельствах пойман). Ib. Тарса пынă çĕрте çăкăнса (= тирĕнсе, тăрăнса) аннă. Ib. Чупса пынă чухне такăнтăм та, лач! ӳкрĕм. Бес. чув. 5. Ăна пурăнăç хăех вĕрентнĕ; мĕн тăвассине, мĕнле пурăнассине пурнăç хăех кăтартса пынă. Изамб. Т. Ул хăй хытă килет, хăнчен вут тăкăнса пырат (огненное явление). Альш. † Эпир кайса пыратпăр, курса юлăр куç тулли. Н. Якушк. † Сирĕн савнă тăванăр кайса пырат, пит инçе кайиччен курса юлăр. Букв. 1908. Шывĕ тăп-тăрă пулнă. Хурсен урисем курăнса пынă. 1904. Çапла чупса пынă çемĕн эпĕ хам умра мĕн пуррине курман та, шыв лупашкине лап! кĕтĕм ӳкрĕм. Регули 9. Вире (в гору, в знач. возраста) пырать, ватăла пырать. N. Вилнĕ çынна пытарсан, пӳрт урайне, сакăсене алăк патĕнчен пуçласа тĕпелелле çуса пыраççĕ. Кожар. Эпир вăрласа кайман ăна, пирĕн пичей вăрласа пынă (украл) ăна, калама килтĕмĕр, тенĕ. N. Ун та вăл териех сарлака юхмас (вода), навуспалан пĕвелесе пынă ике енчен те (запружено). N. Шыв тумламне яка çĕрте пӳрнепе ăçталла илсе пыран, çавăнта пырать. О земл. Çав майпах çĕр ĕçĕ те ăстаран ăстана кайса пырать (все улучшается). N. Акă çуркунне сывăхарса пырать (приближается). N. Вĕсем тухни виçе уйăх иртсе пынă, анчах ниăçта та пĕр çĕр татăкĕ те çук. Пазух. Эпирех те кунтан кайса пырсан, шăпăртатса юхĕç куççульсем. Ир. Сывл. 26. Ытарма май çук кунсем таçта юлса пыраççĕ. Ib. Пĕчĕкçеççĕ кимĕсем... юлса пыраç пирĕнтен. Юрк. † Каяс вăхăтăм çитсе пырать (приближается). Ib. † Урампа маюр иртсе пырат (проходит), çта пырассине пĕлмес. N. Кайран, пурна-киле, çав Çумак шурĕнчи çĕр типсе пынă (высыхало). Торган. Рамри юр кайсах пырать (снег сходит), шывĕ те вăйлăланса пырать. Орау. Ачасем ӳссе пынă çемĕнĕн пурнăç каялла каять. (Напис. в 1907 г.). Б. Олг. Эс ман патра порăн, ойăхне виç тенкĕ тӳлесе пырăп; ман патра ан (= авăн) çапса порăн, ан пĕтериччен, виç тенкĕ хоратăп сана хак. Хурамал. Вăл салтак мĕн пур тупнă укçине ялан ĕçсе пĕтерсе пынă, тет. ЧС. Хай пирĕн тете кунсерен йывăрланса пычĕ... (все более и более расхварывался).

пыракан тăвакан

(-ган), приходящий вообще. Орау. Ĕнер ун патне пĕр-пĕр çăмăлпа пыракан-тăвакан пулчи?

пыра-киле

с течением времени, впоследствии, со временем. О заступл. Пыра-киле çав пĕр айăпсăр хĕре ама çурри амăшĕ пĕтерме шухăш тытнă. Ист. Хайхи пыра-киле тутарсене хĕстере пуçланă. Ашшĕ-амăшне. Пыра-киле Кĕркурийĕн хĕрĕсем те ӳссе çитĕне пуçланă. N. Тĕрлĕ шурлăхсем вырăнне, чăтлăх вăрмансем вырăнне тасатса ырă, тырă-пулă пулакан çĕр туса хучĕ. Пыра-киле мĕн пулчĕ-ха. Баран. 108. Пыра-киле навусламан çĕрте тырă пĕрттех пулми пулать.

пырăн

сходиться. N. Икĕш пĕр-пĕринпе (хире-хирĕç) пырăнса печĕç.

пырса лар

заходить. Изамб. Т. Каçпала пырса ларчĕ (приходил). В. С. Разум. КЧП. Вăл пирĕн пата пĕрмаях пыра-пыра ларатчĕ. ТХКА 77. Выçлăх умĕн, хĕлле пĕр каçхине, пирĕн патра Каринкка Иванĕ пырса ларнă та, эпĕ çыракан хута сĕтел патне пырса пăхрĕ.

пырса тухса кай

захаживать. Кан. Правление эрнере пĕр кун кăна пырса тухса каять...

пыс

то же, что пус, колоть, резать. Пшкрт. Хăшня пысас (пусас), тет, окмакă калат. Ишек. Тилли, кусам (они) кайсан, ачине пысрĕ, тет, кукăль турĕ, тет. ЧС. Атте ячĕпе асăнса пысмарĕç, мĕшĕн тесен ĕлĕк пирĕн аттенĕн ямшăк чупнă чух пĕр юратнă лаши вилнĕ, çавă унăн умĕнче пултăр, терĕç. N. Аслă выçлăх вăхăтĕнче хăйĕн ачине пысса çинĕ, тенĕ хыпарсем те илтĕнкеленĕ.

пысăк акка

старшая сестра или тетка. Ст. Чек. Пысăк акка — аккасенчен чи асли; пысăк акка (тесе) тĕрлĕ калаççĕ: хупа пĕр тăван чи аслине, ашшĕпе пĕр тăванни хĕрĕсене.

пысăк çын

взрослый. Юрк. Ку çурта кам туса паннине пысăк çынсем мар, ялти ачасем те пурте пĕлеççĕ. Ib. Пĕр вăл хăй анчах аслă та пысăк çын пулнă. Вишн. 62. Пысăк çынпа пĕчĕкçĕ ача хушши пит пысăк, çавăнпа пĕчĕк ачасене пысăк çынсемпе пĕр апат çитерме юрамасть.

пер вĕçле пыççи

назв. женского пояса, концы которого висят на одной стороне. Якейк. Пĕр вĕçлĕ пыççи тесе, пĕр енеллĕ çакмалли пыççия калаççĕ, ăна хĕрарăмсам копарча çине пĕр енне çакаççĕ.

пытар

(пыдар), спрятать, скрывать. Чураль-к. Ах вăрман, сĕм вăрман, ытармалла мар сана, пытармалла сан мана. Кан. Вĕлле хурчĕ 6 вĕлле пытарчĕ (скрыл). О сохр. здор. Чаршав айĕнче пытарса усрама кирлĕ мар (больного оспою). N. Хăв винаватна (вину) пытаран (скрываешь). Чет. пути. Пытарса пытарăнас мар: эпĕ ĕлĕк упрасах каймастăм, кирлĕ мара та калаçаттăм. N. Пулă чĕпписене савăтран (с завода) пытарах яраççĕ(?). Сёт-к. Пытарса тăрать, скрывает. || Хоронить. Юрк. Акă çакăнта эпир хамăрăн пĕр ачана пытарсаттăмăр (похоронили). N. Островец хули айккине, поляксен масарĕ çине пытартăмар. Чăв. й. пур. 22. Масар çинче çав вăхăтра пытарайнă пĕчĕкçĕ ача пулнă. N. (Аннене) пытарса килсен, пурте аллисене çуса сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕç. Пирвай виçшер сĕвем çип, пĕрер кĕсьелĕх пир валеçрĕç те, ĕçтерсе çитере пуçларĕç.

пиеле

пеленать. СПВВ. ВА. N. † Пиллĕкĕн-пиллĕкĕн килтĕмĕр, пилĕк çулхи ачана пиелесе хăвартăмăр. Альш. Пиллĕкĕн-пиллĕкĕн килтĕмĕр те, пиелесе каятпăр. О сохр. здор. Тата çитменне ачисене пур ури-аллине пĕр çĕре кипкисемпе çыхса (пиелесе) пăрахаççĕ. СПВВ. ФН. Ачана пиеле-ха, теççĕ. N. Эпĕ ăна пĕлĕтпе чĕркенĕ чухне, тĕтрепе пиеленĕ чух... ăна кам хапха туса пӳлнĕ. СПВВ. ЕХ. Пиелени — пĕчĕк ачана кипкепе чĕркесе çыхни.

пиклет

пищать. Толст. Çапла эпĕ вĕллесем хушшинче çӳренĕ чух пĕр вĕллере темĕскер пиклетсе макăркине илтрĕм.

пик

то же, что пек, как. Нюш-к. Çав вăрçăра çăмăр çунă пик кайăк вилсе ӳкет. N. Виçĕ уйăх виçĕ çул пикех туйăнчĕ. Сред. Юм. Ăсĕм тутар пик тăхнаççĕ. Ib. Пикех, совершенно как. Пикрехех, почти как. Пикрех, похоже на... Ib. Мĕн Пейĕс пик тайкаланcа çӳрен! (Чипер, тӳр ôтса çӳремен çынна калаççĕ). Ib. Тăта каять-каять, тет, ача, пĕр хĕрлĕ сăрт пикскер корнать, тет. Ib. Эсĕ ôн пиккине полтаран-çке (с иронией. Кирлĕ мар япала тусассăн калаççĕ). N. Нимĕç инçе мар, пĕр çухрăм пик анчах.

пике

(пигэ), барышня, барыня, гоопожа. Кĕвĕсем. Ай-хай хамăр тантăшсем пурте Питĕр пикисем. И. С. Степ. Пике — барышня, молодая дама. Сенчук. † Сарă хĕр те пике мар, чуп тусан та çылăх мар. Янтик. † Ĕнтĕ пике лайăх, пике лайăх, пикерен те лайăх аппам пур. Ст. Чек. Пике — по внутренним качествам — воплощение кротости, невинности, чистоты сердца; по внешности — чаплă, илемлĕ. Ib. Хăрхам пике хĕр пулчĕ, пике хăрхам пулчĕ. (Из сказки «Пикепе Хăрхам»). Ib. Ху ларатăн вырăнта, яту çӳрет пикере (= яту çӳрет лайăхра). N. † Çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Емельк. † Нар пек чĕре шуралнипе пике пек туçсăм сивĕнчĕ. Бур. † Хĕрне илсе тухăпăр, пике туса кĕрĕпĕр. С. Тим. † Çакă ялăн хĕрĕсем тăра-а-ççĕ пике пек. Алших. † Алших хĕрĕ пике пек, икĕ пичĕ чие пек, тытса çиес çырла пек. Макс. Чăв. I, 65. Ырă пике пек аппăна епле ытарса хварăн-ши? Альш. † Элшеллийĕн хĕрĕсем Питĕрпурăн пикисем. Ib. Ун умĕнче (перед купăсçă, скрипачом) икĕ хĕр пике пек. СПВВ. ЕС. Пике — пит лайăх, илемлĕ, хитре сăнлă-сăпатлă хĕр. Ку сăмаха хĕрарăмсем пĕр пĕринпе тавлашнă чух: ман хĕрĕм пике те, теççĕ. СПВВ. † Яту çӳрет пикере. Н. Лебеж. Ай тетеçĕм, хуçаçăм, ай инкеçĕм пикеçĕм. N. † Пике тĕслĕ аннене тăхлачă туса лартрăмăр. Янтик. Ай-ай, эс пике пек ларан-çке, ик алла арăк çине хурса! Ĕçлес пулать пăртак, эс пике мар. N. Ак çапла каларĕ, тет: эпĕ — пике, ăçтан çав çавăрăнакан кăлтăрмач çинче пурăнăп, терĕ, тет. Зап. ВНО. Аван пусан, пикешĕн, усал пусан, хĕрхăншăн (для девья). Тăв. 59. Çапла пĕрмай йывăр ĕçре çитĕннĕ сатур, пике пек хĕр пулса тăна. N. † Эпир Питĕр пикен йăмăксем. СПВВ. Пике — почетное название девушек (как йĕкĕт для парней). Ib. † Пĕвĕмех илемлĕ, сăнăм хитре: пике-им? тесе ыйтаççĕ. Пазух. Çакă ялăн арăмсем ыр пикенĕн курăнаççĕ. Альш. Пике, кажется, употребляется в смысле «пукане». Ал. цв. 1. Тата çак хуçан пике пек виçĕ хĕрĕ пулнă. Ib. Эй хĕрĕмсем, савнă чунăмсем, чипер хĕрĕмсем, пикемсем. || Яз. имя женщ. Ялюха М., Демидов. Ск. и пред. 105. Пике ятлă хӳхĕм хĕр Ст. Чек. Пике (сказочное имя).

пикен

(пигэн, пиг'эн'), энергично приняться, браться, начинать, приступить к чему-либо. Баран. 42. Харпăр хăй ĕçне пикенет. Ib. 150. Славянсем патне пырса кĕрсен, вĕсем ĕçе ĕçлеме пит пикенсе тытăннă. Ib. 54. Анчах пикенсе тарнă хутран Тарас чарăнать те, сасартăк кăшкăрса ярать. Истор. Халех пикенер: хамăра хамăр хĕрхенес мар. ЧС. Манăн йăмăк вилнĕ сурăхшĕн пикенсе йĕрет (настойчиво, горько плачет). ЧП. Чипер инке пикенсе вăрçат-çке (настойчиво бранится). N. Акă пикенер те, вун пус хурса кĕнеке илме ярар. Бюртли-Шигали. Кулача çиме пикенеттĕмĕр. Ib. Ларсан-ларсан, вара пикенетчĕ юмăç пăхма. N. Икел шӳсе çитĕннĕ, çурăлнă, çĕрелле тымар янă, çӳлелле ӳсме пикеннĕ. N. Праçник кун хĕрарăмсем ирех çимĕç пĕçерме пикенеççĕ. Истор. Кун каçиччен виç хут чарăнса, виç хут çĕнĕрен пикене-пикене вăрçнă. Ib. Çав тĕлтен вырăссем хулана çĕмĕрсе кĕме пикеннĕ, анчах патша кĕме хушман. Ib. Вăрра пикеннĕ. N. Вĕсен ашшĕ вилме пикеннĕ (собрался), тет. Ст. Чек. Пикенсе ĕçлес, старательно работать. N. Вара тата пикенсе хывма тытăнаççĕ. Изамб. Т. Унтан вара пикенсех вырма каяççĕ (принимаются как следует). См. хыв. Четпути. Сысна çитерме пикенсен, сысна витине епле те пулсан таса тытма тăрăшас пулать. Ст. Шаймурз. Çиленсе пикенсе каят ачасене илмешкĕн. Кан. Аха, эс пирĕн укçапа сутă тума пикеннĕ иккен-ха, теме пуçларĕç. Юрк. Пикенсех кайса курам. СПВВ. Пикенмешкĕн тесе, пĕр-пĕр ĕçе пĕтĕм вăйпа тума тытăнсан калаççĕ. N. Тепĕр кун ирех тăчĕç те, каллех канав алтма пикенчĕç. Ст. Чек. Каç пулсан, арçури лаша çинчен анма пикенчĕ. N. Ĕçĕм çырли пуçтарса çӳрекен çынсем хыçĕнчен, юлашкине пухса çӳренĕ пек, пуринчен кайран эпĕ пикенсе тăрăшрăм. Янш.-Норв. Вĕсем (родители парня) вара урăх хĕр çинчен пĕртте шухăшламаççĕ, пĕр çавăн çине анчах пикенеççĕ (устремляют свои мысли). N. Халĕ лаша çинче вăрçма пикенетпĕр. Баран 80. Карнă парăсĕ малалла шума пулăшмасан та, унăн ураписем пикенсе малалла кусаççĕ.

пил

(пил'), свойства сердца: сильное желание, страсть и пр. N. Мул пухас пиле пĕтерĕр. N. Иуда пек укçа пухас пиле ан тытăр. Альш. Пилне кура тур парат, тет. (Послов.). Собр. † Кăмăлăрсем лайăх, пилĕр лайăх, кăмăлăра кура сире парат. N. Пилне Чарайман халăха пытарнăран çав вырăна Киброт-Гиттаава (пилсĕр çынсен тупăкĕсем) тесе ят хунă. Моркар. Пил çок онăн (у него нет доброжелательства). Çампа ăнмаст, япала илсен. ГТТ. Пилĕ çапла, пилĕ усал, он недоброжелательный человек. ЧП. Чунăм-пилĕм савать, икĕ аллăм çитмест. || Мысль? Сенчурк. † Кирек сахăрна пар, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пил çине. Янтик. † Хуть çуна пар, хăта, хуть пылна пар, кил шухăше ӳкрĕ пил çине. N. Урлă кĕлет умĕнче урамсене сырса лараттăм (обувал ноги), хĕрлĕ хĕвел ӳкрĕ пит çине; ĕнтĕ сахăр кирлĕ мар, пыл кирлĕ мар, савнă тантăш ӳкрĕ пил çине. Утăм. Ешĕл çаранĕ, ялтăрать илем, ак çамрăк шухăш, ак кĕчĕ пиле. || Расположение. СПВВ. † Кăмăлăр савса пил туртмасан, йăпатас мар çемçе чĕлхĕрпе. Сред. Юм. Ôн пик лапа çынна ман пил тôртмас. М. Васильев. Эл-кӳлли çăмăра пилпе панă çол тырă пит аван полать, тĕç. Собр. † Куçăр курса, пил (= кăмăл) туртса, чĕрĕр епле чăтат-ши? N. Пил çине килмест ку мана (не нравится). Сред. Юм. Пил çине килмен çынпа (с нелюбимым) ман чĕнес килмес. Ib. Пил çине çапла килет, чуется мне так. || Благословение. N. Атте мана пил памарĕ. Собр. Ачам сана мĕн пеххиллем? Пуç тулли хушпу пил сана. — Аннем, сан хушпăвă Атăл тĕпне сарăлтăр. Ib. † Ачам сана мĕн пеххиллем? Пĕр вите ĕне пил сана. Пис. † Ах, пиччеçĕм, тетĕп, Иван пичче, и пил пултăр сана Хĕвекла аппа. Тюрл. Атте, мана пил парса хăвар. Н. Шинкусы. Парас парăмран, илес тулăкран парса илмешкĕн ырă ăс-хакăл пар, юсми пил пар, юнăшми чĕлхе пар пире турă. (Моленье).

пилле

благословлять. Сред. Юм. Альш. † Атте, анне, эсир пиллесен, эпир пин кунлăх, эсир пиллемесен, эпир çур кунлăх та çук. N. Тепĕр сукмакне пилленĕ хăпартусем чикет. Ст. Шаймурз. Анне пур таврари кӳршĕсене чĕнтерме хушрĕ. Вара эпĕ чĕнме кайрăм. Чĕнсе пухсан, анне пурне те пиллерĕ. Качал. Кĕçĕн ывăлĕ калат, тет: атте, мана пиллесе яр, эпĕ пичисене шырама каям, тесе. С.-Тим. Учитĕлĕн амăшĕ пĕр карчăка çуралнă ачана пиллеме хушрĕ (т. е. произнести ему разные добрые пожелания и наставления для будущего. Обряд ачана тирпейлени). Конст. чăв. Кукка: сана пиллесе калатăп, ачам, эсĕ Мухаммед тĕнне ан тух, терĕ. N. † Виллисем те пиллеччĕр, чĕррисем те савăнччăр. (Хĕр йĕри). ППТ. Пиллеччĕр или пиллеччĕр-çырлахчăр, — формула при поминании покойников и некоторых божеств (хĕрсут, кил-йышĕ, карта пуçĕ) в калăм кунĕ. Ib. Тавăрнас уммĕн пурте вут урлă: пиллеччĕр! çырлахччăр! тьфу, тьфу! чир-чăр вĕçтĕр! мана килес çула çак вăхăта çитмелле пултăр, пур хĕн-асапа çак вут çулăмĕ илсе кайтăр! тесе каласа каçаççĕ. (Çăпата çунтарни). Н. Седяк. Пиллес мар, çиленес Ир. Сывл. 14. Мана çамрăклах савса пиллерĕн. Урмай. Этеме савакан ыр турă! Акнă тырпул кăмăлне, çăмăрпала хĕвелне ху чысласа ху пилле Кучĕ хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин, пар. (Моленье). || Завещать. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр пиллесе хăварат. ЧП. Ах аттеçĕм те аннеçĕм, çӳç пĕрчинчен пиллинччĕ (пусть наделят меня скотиною. КС.). N. Акă манăн пĕр кĕреçе пур, сана çавна пиллетĕп. N. Ах аннеçĕм, мĕн пиллетĕн, аннеçĕм? — Кăкăру сĕтне пиллесем. Ах аттеçĕм, аттеçĕм, мĕн пилетĕн, аттеçĕм? — Çăкăрна-тăварна пиллесем. (Хĕр йĕри). Т. VI. II. Вара ывăлĕ амăшин кăкăрне: кăкăр сĕчĕ пилле, çавăр, тесе, чуп туса илет (салтак ăсатни). N. Çав çурă ят çĕре пиллени те çитет мана.

пиллĕх

благословение. Н. Якушк. † Ах аттеçĕм, аннеçĕм, эсир пилленĕ пиллĕх кайинччĕ ĕмĕр тăршине. N. Эй ачам, укçа нумай памастăп, пиллĕх пысăк паратăп (даю тебе благословение). Альш. Пиллĕх илсен, пин ылттăн, теççĕ. Благословение дороже золота («тысяча золотых»). Ау 24. Эй атте пиллĕхĕ пулсан, çакăнта пĕр урхамах килинччĕ. Ала. 61°. Пиллесеме, атте те, пилле анне, сирĕн пиллĕхĕрпе те пурăнатăп. Сирĕн пиллĕхĕрсем те çитес пусан, ирхи сывлăш шывăпе ким юхтăр, сирĕн пиллĕхĕрсем те çитмесессĕн, Шур Атăлсем çинче те ким лартăр. Алших. † Рехмет ăна пил(л)ĕхе, тантăш ташла пуçларĕ. ЧП. Атте-анне пиллĕхĕпе ырă çын умне тăрса калаçрăм (обогатили, наделили богатством). N. Вилес чухне ашшĕ пурне те пиллĕх пачĕ.

пилсĕр

неблагословенный. НИП. Пилсĕр — ашшĕ-амăш пехиллесе хăварман çын. Юрк. Пилсĕр япала, кахал, ĕçлеме ӳркенеттĕн, халĕ лаша ыйтса тăратăн. N. Пирĕншĕн, усал кăмăллăскерсемшĕн, пилсĕрскерсемшĕн (пархатарсăрскерсемшĕн) асапланса вилнĕ. Череп. Пилсĕр, неблагословенный (брань). || Недоброжелательный. N. Пилсĕр çын савăнĕ, унпа чĕрине пусарĕ. Расск. Вăл çынăн чунĕ пĕтĕмпех пăсăлнă, вăл пит кăмăлсăр, пилсĕр (без милости) пулса кайнă. Ашшĕ-амăшне. Пархатар ан курăр, пилсĕрскерсем! Турх. Хăвăн пилсĕр ăсупа хăна ху хурлăха хăвартăн. N. Пилсĕр кăмăла вăрахах хурлăх пусса антарĕ. N. Пилсĕр çынпа ырă тăвасси çинчен ан канашла. Альш. Манăн пиле çапла килет, чувство мне так подсказывает, предчувствую; пиле килнине тумасăр ан хăвар, делай так, как подсказывает тебе внутренний голос; унăн пилĕ тăрана пĕлмес, мĕн курнине пурне те хапсăнать; темĕскерле пилсĕр япала вăл: ĕç пуçличчен ăна курсан, ĕç ăнмас вара. || Жадный, скупой. Альш. Пилсĕр çынна «выла пӳлĕхçи» теççĕ. Кищаки. Пилсĕр = выçă куç, ĕмĕтсĕр. Сред. Юм. Пит пилсĕр çын олă, ôнтан япала илсе ôсах кôраймăн вара. Янтик. Ц. Сан пек пилсĕр çын тĕнчере пĕр çын та çук пуль. Ib. Ме, тăранман, пилсĕр, хăв ятна хăв çĕртен (çĕртетĕн). N. Вăл пит пилсĕр пулнă (был очень жаден), çынтан юлашки япалине туртса илме тăрăшнă (старался отнять у людей последнее).

пилеш

(пил'эш), рябина. Ст. Чек. Собр. Тата, тунката çине шăтнă пилеш витĕр тухсан, пăрахат, теççĕ (лихорадка). Янш.-Норв. Уй чӳкĕнчен таврăннă чухне вара пур арçын ачасем те пĕрер пилеш хулă касса тавăрăнаççĕ, ăна вĕсем: авалхи çынсем, турра вĕлерес тесен, турă çавна пĕлсен, çав пилеш йăвăççи тăрне хăпарса хăтăлнă, тесе ĕненеççĕ. Çавăнпа халĕ ĕнтĕ çав пилешпе хуралтăсене çапсан, турă усалсене часах хăваласа кăларать, теççĕ. Çав пилеш йăвăççинчен вĕсем, çумри хĕрес çухалсан, хĕрес туса çакса яраççĕ, тата, выльăхсене усал-тĕселсем ан çакланччăр, тесе, хĕрес туса çакса яраççĕ. КС. Вăпăртан хăтарасшăн пилеш хĕрес çакаççĕ (животным). М. Яуши. Пилешрен хĕрес туса хĕрне çакас пать (= пулать). Сред. Юм. Пăру çомне пилеш хĕреç çакаççĕ, она çаксан ôсал пымас, тет. Абыз. † Пилеш патне çул турăм, пилеш патне çул турăм, йывăçшăн мар, пилешĕшĕн. ЧП. Пилеш хуçма пырсамăр. Нюш-к. Пилешрен арçури хăрать, çавăнпа чăвашсем нумайĕшĕ пилеш хĕрес çакса çӳреççĕ. Никит. Пилеш лайăх, вăйлă пулнă çул, ачасене йывăрлăх килет. ФТТ. Пилеш нумай пулсан, килес çул йăвăр пулать; Кайсар. Пилеше сĕрĕм тивсен çиеççĕ. Пазух. Улача та хапха пилеш хăма, шултăркарĕ кăçалхи уярпа. Эпир çур. çĕршыв 8. Пилешĕ тата кĕркунне хĕп-хĕрлĕ ларать. N. Унтан ват шуйтанĕ тухрĕ, тет те, çисе ларнă чух калать, тет: çак армана юсама пĕлмеççĕ çынсем; уна пĕр лав çатрака хурас пулать, тата хăмла путранки хурас пулать, унтан пилеш хĕрес туса лартас пулать; вăл вара пит усăлă арман пулать, тесе калать, тет.

пилеш шыв

рябиновая настойка. Янш.-Норв. Пĕр витре шыв çине пилеш хуппи ярсан, çавна пилеш шыв теççĕ.

пилешелле

(-жэ-), назв. игры. Николаев. пилешелле. Вылякансем ик ушкăна уйăрăлаççĕ, пĕр ушкăнĕ çулăн пĕр енне каять, тепри — тепĕр енне. Çулăн пĕр енне калакан вырăн таваççĕ. Çав вырăнта тăракан ушкăнтан кама тытмаллине канашласа хурать. Унтан тытмала ача ятне калаççĕ те, хăвалама тытăнаççĕ. Леш ача çул урлă чупса каçма тăрăшать. Çул урлă каçиччен тытсан, тытакан ушкăнĕпе пулать, тытаймасан, ĕлĕкхи ушкăнĕпех. Каланă ушкăнĕ тепĕр енне каçать. Калакан вырăна тепĕр ушкăнĕ килсе пĕр ачана каласа хăвалать. Пĕрре каланă чухне иккĕ çынна тытма юрамасть: иккĕ çынна хăваласан та, иккĕшĕ те ĕлĕкхи ушкăнĕ патне каять. Халь тытнă ачана «çĕнĕ каяк» теççĕ. Ăна та пĕр вăйă иртмесĕр тытмаççĕ. Вăйă хăвалама пĕр çын юличченех çак йĕркепе пырать. Пĕр çын юлсан, ăна виççĕ хутчен каласа хăвалаттараççĕ. Никама та тытаймасан, ачисем хăлхинчен кăшкăраççĕ.

пилешке

неизв. сл. в заумной песне. Собр. Пĕр пĕрелĕ, иккĕ икелĕ, виççĕ виçелĕ, тăваттă тăваткал, пилĕк пилеш, улттă улма, çиччĕ çимен, саккăр саман, тăххăр тăман, вунă пилешке тăм каçан.

пилĕк

(пил'эк'), поясница, талия. N. Вăсам мана пилĕк таран çĕре авăтса кӳртсе лартрĕç. N. Унтан тĕпĕр кунне виççĕмĕш ывăлĕ каять, тет, вăл вара пилĕк таран çитерет, тет (где трава по пояс). Юрк. † Аллисенче перчетке, пилĕк çумĕнче нухайкка. Ib. † Пилĕк тытса ташланă чух, икĕ каччă курĕç-ши? Икĕ каччă курсассăн, кăчăк туртса илĕç-ши? и пр. Ib. Пилĕк таран пĕшкĕнсе тăраççĕ. N. Пур çĕрте те пилĕкне тăсмасăр, кунĕн-çĕрĕн ĕçлет. Сред. Юм. Тыр вырнă чохне, апат çисен, пилĕк тăсас тесе, пăртак выртса çывраççĕ. Шорк. Пилĕк чăсас, отдохнуть и закусить (во время жатвы к вечеру). Б. Яныши. Эпĕ йăпăр-япăр чупса кайрăм та, пилĕк таран çĕртен чупса пуртăм. Сёт-к. Хăрах аллине пилĕке тытнă, хăрах тотине чăснă, çăварне карнă (молочник). Якейк. Ачасам, пилĕк кантарма лармала та поль! (Каçхи апат çима ларнă чох мăн çынсенчен пĕри калать). Ib. Ах, пилĕк касать-çке! (Боль до родов у женщин). . Арăмсен ача тăвас умĕн пилĕк каса пуçлать. Ib. Арçынсен пилĕк ыратсан, кулса: сан пилĕк касать-и мĕн, теççĕ. Ib. Пилĕкне чĕн-пыççи çыхса пыр (опояшься). N. Пилĕк тытни, схватки у беременных. N. Пилĕк тытать, пилĕк касать (кас касать, тăтăш касмас). Пазух. Кăçал илнĕ çĕнĕ-çын, тырă вырма тăрсассăн: çурла касмасть, теминччĕ, пилĕке тытса тăминчĕ. N. † Хамăр ялин ачисем хут çыракан тиек пек, пилĕке тытса çӳреççĕ (подбоченившись). Альш. Пилĕкĕсене тытса тăрать, стоит фертом. Ib. Пилĕк тытат (потуги у женщин). Тайба-Т. Пире çырнă çын хĕрĕ пилĕк çинçе, куç хура. ЧП. Пилĕкĕ çинçе пултăр, тет. Ib. Çинçе те пилĕкçĕм... Альш. Йинкĕшĕ калат: пилĕкĕм питĕ, питĕм шурă, шывран тăрă., çипрен çинçе; питме намăс кӳрес çук. Ачач 5. Пилĕкне унне хытăран та хытă касма тапратать. Н. Лебеж. † Пилĕк килĕ Çирĕклĕ, пилĕкĕсене тытса юлчĕç. С. Тим. † Пилĕк тытса ташлама çут пиçиххи кирлĕччĕ. N. Пилĕк таран тайăлса йăлăнни. Собр. Туман тиха пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Туман тиханăн пилĕкне ан хуç, теççĕ. N. Хăшĕ пилĕк çумне хĕстереççĕ, хăшĕ хулпуççи урлă çакаççĕ. БАБ. Пилĕкне хытă çых, ăсна хытă тыт. (Ку сăмаха хĕрсене калаççĕ). Альш. Пилĕке арçынсем пысăклăх (пиçиххи, кушак) çыхаççĕ. Урож. год. Пилĕкне хытă çыхать, ăсне тирпейлĕ тытать. Калашн. 8. Ак хаяр çилĕлĕ патшана çапла пилĕкрен пуççапса Кирипей калать. N. Пилĕкрен тарăн юр çинчен кайрăмăр. || Каша. † Купăсăр çийĕ сарă иккен, пилĕкĕ тĕлĕ хура иккен. || Перешеек. Орау. Атăл çинче ик утă (остров) пĕр-пĕринпе пĕр шурлă çинче пилĕкпе пĕрлешсе тăраççĕ (оба острова соединены узким болотистым перешейком). || Участок земли. Мункачи 42.

пиллĕк

пилĕк (пил'л'э̆к), (эта форма ставится только в качестве определения) пять. N. Пилĕк çулта пиллĕк кĕтĕве кĕмен. N. Пиллĕкрен виçсĕмĕр анчах тăрса юлтăмăр. (Так говорится во многих местах). N. Çак сăмахсене илтсессĕн, эпĕ пит тăрăшма пуçларăм, вĕреннĕ чухне пиллĕкрен кая пулман. Изамб. Т. Пиллĕкех пăт кирлĕ. Регули 404. Çак пилĕк кона вăл ялан вăрманта çӳресе (порăнса). Календ. 1904. Кирек хăш ĕне те икĕ пăруран пуçласа пилĕк пăру амăшĕ пуличчен аван парать, унтан вара чакарать. Сред. Юм. Пилĕк сехетелле, пилĕк сехет таврашнелле (тĕлнелле), около пяти часов. Букв. 1904. Çĕнĕ пӳрт алăкне уçса ярсанах, пилĕк çухрăмри ту çинчи ял курăнатчĕ. Анне пирĕн: епле пурăнăпăр-ши, пĕр шалçасăр тухрăмăр, тесе йĕретчĕ. N. Пилĕк пус, пять копеек, пятак. N. Авăн пилĕк çапатпĕр.

пиллĕкмĕш

пиллĕккĕмĕш, пилĕкмĕш, пилĕкĕмĕш, пятый. Виçĕ пус. 11. Эпир сывлакан сывлăшăн та пиллĕкĕмĕш пайĕнчен пĕр пайĕ азот.

Пимĕрсел

(-зэл'), назв. с. Пимурзина, б. Буинск. у. К.-Кушки. Пимĕрселĕнче выртса каян ырăсем. N. † Пимĕрселĕн хирĕнче ама тăрна кăшкарат, Элшелийĕн хирĕнче аçа тăрна кăшкăрат. Икĕшин сасси пĕр килет. Альш. Пимĕрселĕнчи ырсем — пăтă или шерпет, çыннисене юсман, Пимĕрселĕнчи ырсем — юсман, шерпет.

пимпĕлтет

назв. птички? N. Пĕр пĕчĕкçĕ пимпĕлтет пĕтĕм кил йышне хускатать. (Шăпăр).

пин

(пин'), тысяча. Ск. и пред. 107. Шыв пин те пĕр ункăлă пулать каять вĕресе. N. Пин те сакăрçĕр тăхăрвунă виççĕ. Тысяча восемьсот девяносто три; пин те сакăрçĕр тăхăрвун виççĕмĕш, тысяча восемьсот девяносто третий. Юрк. Пин те пĕр, 1001. Шел. 5. Пин те тăхăрçĕр çирĕм пилĕкре, ака уйăхĕн çирĕм пĕрĕнче. Собр. Пин, пин майрин пин саплăк, çĕрпӳ майрин çĕр саплăк. (Купăста). Зап. ВНО. Пин сăмах çитнĕ. (Поговорка). Якейк. † Çĕрри таран çĕр тенкĕ, пинни таран пин тенкĕ, пин тенкĕлĕх улăмран епле уйăрлса каям-ши. (Эту песню пела имевшая сына вдова, когда она вышла замуж вторично). Ст. Шаймурз. † Çаврака куркан тĕпĕ ылттăн, пирĕн савни пин ылттăн. Янтик. Пĕр çын тунине пин çын тытать. (Алăк тытхи). Рак. Пин-пин пичче пин халăха култарать; хурама хуппи хултăрчă хура халăха култарат. (Сăрнайпа купăс). Чăв. й. пур. 13°. Ашшĕне-амăшне йĕртекен пархатар курмас: ашшĕ-амăшĕ пиллесен, пин пулать; пиллемесен, кĕл пулать. Курм. Пине çиттĕр (о разговоре). Менча Ч. Савса панине савса ил, пĕртен пине çитер. (Моленье). Хора-к. Пĕр кона йолнă ĕç пин кона йолнă, тет. (Послов.). Ау 336°. † Ырă аттеçĕм, тетĕп, ырă аннеçĕм, сирĕн пĕр сăмахăр пин ылттăн. Янорс. Эпĕ çоралнă пин те сакăрçĕр тăхăрвун çулта. Сред. Юм. Эсĕ мана хуса çитесси пин те пичĕк çол. (Говорят дети, когда хотят показать, что никогда его другой не догонит). Н. Яха-к. Пĕр турамран пĕр пине çиттĕр, çаккăнпа ĕçсе çисе кайăр, выляса, ташласа кайăр, теççĕ (во время поминок на кладбище накануне семика). Т. II. Загадки. Пинĕн пин шăтăк, пирĕн Микулайăн пĕр шăтăк. (Пӳрнеске). Якейк. † Хора лаша çол тытать (опытная лошадь), пирĕн ати пин тытать. Ерк. 50. Атăл шывĕ ким çăтать, пирĕн атте пин тытать.

пинлĕх

на тысячу. N. Пĕр пинлĕх, на одну тысячу.

пипи

(пиби), больно (детск. сл.. русск. бобо). КС. Ачана: ан тыт ăна, пипи пулать, тиççĕ, пĕр-пĕр ыраттаракан е пĕçерекен япалана тыта пуçласан. Сред. Юм. Çĕçĕ тытсан, алли пипи пôлать. Если в руку возьмешь нож, руку порежешь и будет больно.

пир

(пир), холст, полотно. Различают: 1) улттă пирĕ, холст основа которого состоит из 6 пасм (ултă вунă или ултă вуннă; пасма — численок по 3 нитки, т. е. 30 пар ниток, 6 пасм = 180 пар ниток в основе); 2) çиччĕ пирĕ, холст из 7 пасм или 210 пар ниток в основе; 3) саккăр пирĕ, холст из 8 пасм; 4) тăххăр пирĕ, холст из 9 пасм; 5) вуннă пирĕ, холст из 10 пасм; 6) вунпĕр пирĕ, холст из 11 пасм; 7) вуниккĕ пирĕ, холст из 12 пасм. Эти виды холста зависят исключительно от толщины ниток. Обычно у чуваш холст ткется из 6—12 пасм, при чем холст из 10, 11, 12 пасм назыв. катам пир, последний ткется из самык тонких домашних льняных или фабричных ниток. Катам пир также назыв. вообще белая тонкая фабричная ткань: бязь, мадеполам, коленкор и т. п. Пазух. Ах аттеçĕм, аттеçĕм, çиччĕ пирĕ çиттиччĕ, улттă пирĕ кипкиччĕ, урттăш йывăç сиктĕрми, улма йывăç пĕкечи. Яргуньк. † Ыр çын хĕрĕ калать, тит: юр çинчен пир вăрлăп, тит, çулла качча кайăп, тит. Якейк. Паян пир тасатрăмăр (= йолашки хут çуса тасатни). Ib. Эпĕр çăварни иртсенех пир тапратрăмăр та, пир тĕртсе пĕтертĕмĕр тавна (давно). Сред. Юм. Пире йор çине сарса шоратсан, каска çине илсе тôхса çапаççĕ, вара кайран тăсăлтăр тесе, тôртаççĕ. С. Айб. † Улача кĕпе пир урлă, пирĕн тăвансем ял урлă. Ст. Шаймурз. Тăванăн пĕр-пĕр çамрăк ачи вилсен, ăна вăсем тĕлĕкре пит аван çĕрте аван пирпе, пит тутлă çимелли япаласем тытса çӳренине курсан: аван вырăна кĕнĕ иккен, тесе ĕненеççĕ; усен мĕн çылăх пулмалла çамрăкскерсен, теççĕ.

пир кунчи

снятая со сновальни и сплетенная в петли основа. Сред. Юм. Пир кумсан, çиппе пĕр çĕре пуçтарса пĕтĕрсе йăлмакласа хураççĕ. Çав йăлмакласа хунине вара кунча теççĕ.

пир хăййи

поперечная палочка через основу за ниченками. М. В. Шевле. Çиппе комса пир вырăн çине кĕртсен, çилли вырăнне хăйă тăхăнтараççĕ. Нюш-к. Пир хăййи — çипе, кумса хурсассăн витĕрнĕ чухне ик айăккинелле уйăрса хураççĕ. Çелтин çиппи аялти çипе уйăрса тăрать. Якейк. Кĕрĕ хыçĕнчи икĕ çипсем пĕр çĕре похăнса ан пыччăр тесе хонă хăйсам.

пиремеч

то же, что пӳремеч. Ачач 36. Хăшĕ парттă айĕнчен пĕр-пĕр çимелли япала: кукăль, пиремеч, е пулă тыттарать.

пирĕшти

то же, что пирĕште. Юрк. Турăран ыйтсан, турă хăйĕн пирĕштине ман патма ярса, пирĕн мăссульман çыннисем, тутарсем, мĕншĕн вăл тери вилнине каласа пачĕ. N. Пирĕшти, о нем говорят, что он плачет на старом пепелише. Ск. и пред. 94. Манăн килĕм-çуртăма ырă пирĕшти пăхатчĕ. П. Шинкусы. Эпир çылăха кĕнине пирĕштисем пĕлеççĕ. (Моленье). Ib. Эй ырă пирĕштисем, чун сыхлаканнисем, пĕв сыхлаканнисем, эсир пиртен усала сирĕр! (Молитва эта навеяна христианством). Т. Турă çын чунне пултарсассăн, ăна ӳтлĕ тума, пирĕштийĕсене çĕр йышĕ патне çĕр ыйтма янă, тет. Микушк. Тата вăсем пирĕшти теççĕ, пире сыхлакан харпăр хăй ангĕлне калаççĕ, çав турă хăш чух кăшкăрать, тет. Пĕр-пĕр этем кайсан, вăл час таврăнмасан, ăна курăнманăскер кăшкăрать, тет. Ăна вăсем кирлĕ чухне пит кăшкăрать, теççĕ. Сунчел. Таса пирĕшти, эсĕ курăнми çунатупа пире хӳтлесе... Ядр. Пирĕшти — покровитель лошадей. Т. IV. Юратнă лашана пирĕшти çилхине çитлет, теççĕ. Н. Седяк. Лаша çилхине пирĕшти çыхлантарать, теççĕ. Выльăхăн та пирĕшти (ангел) пур, теççĕ. Вăл юратнă лашанне анчах çыхать, теççĕ, çыхлантармасан выльăх ĕрчемеç, теççĕ.

пирче

(-џ̌-), затвердеть, засыхать, заживать, задернуться (о ране). Сред. Юм. Çăпан, пĕр пирчеме пуçласан, часах тӳрленет вара ôлă. СПБВ. Суран пирчет = ӳт илет. СПВВ. Суран пирчерĕ = ӳт илчĕ. СПВВ. ФИ. Пирченĕ; кĕçенçăпан пĕтĕмпе çĕрсе кайнă пулсан, нимĕнпе те тӳрлетмелле мар пулсан, пирчесе кайрĕ, теççĕ. КС. Çулла пит хĕвелпе пирчет = хытса ларать, кашăркаса (шероховато). N. Çынна вăрттăн çапни пирченĕ сурана араслантарать. Стюх. Пирченĕ, зажила (рана). Сборн. по мед. Ача кӳпчĕкне кăвапаран тытса туртма нихăçан та юрамасть: вăл хăш чухне хăй тавăрашĕнчи ӳт çумне пирчесе ларать || То же, что хăнăхнă. Хорнвар-Шигали. Вăл ĕнтĕ хăма çурма пирченĕ (= хăнăхнă). Ib. Пĕрре вăрра пирченĕ те, çав шухăшпах çӳрет. Ib. Вăл пĕрре çул çӳреме пирченĕ. Ib. Пĕрре сат ĕрчетме пирченĕ (= хăнăхнă, хытнă, пиçĕхнĕ), çав ĕçпех аппаланат.

пиршти

то же, что пирĕшти. Т. IV. Пĕсмĕлле, пĕр турă, çӳлти пирштисем, ырă пирштисем, им парăр, ашапатман карчăк, имлет, сумлат (умножь). Альш. Ача-пăчана ыйткалакан курсассăн: туррăн çĕр çине пĕлме янă пирштисем, теççĕ (чуваши). Батыр. Юратнă лашана пиршти çилхине çитлет, теççĕ. См. пирĕште, пирĕшчи.

пис

(пис), охладеть, чуждаться. Ст. Чек. Пĕр пĕринчен писсе пурăнать. N. Çапла хăйсене хăтаракан çынтан писсе, хăйсене хăйсемех час пĕтмелле тăваç. КС. Вăл ача уйăрлнăранпала ашшĕ-амăшĕнчен писрĕ (отстал, охладел). Изамб. Т. Вăл çын пирĕн патăра килме писрĕ (перестал бывать, отчуждился). N. Сана, чеескере, ирсĕре, йĕрĕнчĕке, çынран писнĕ сывлăша хăвалатăп. Собр. Çав хĕрт-сурт писсессĕн вара, пурнăç пĕре те малалла каймасть, тет. Сред. Юм. Пирн патра килме писнĕ. Перестал ходить.

пистер

понуд. ф. от гл. пис. Çентерчĕ 26. Илякка манăн пĕтĕм чуна, чĕрене пистерчĕ. N. Тус-йышшĕсене пĕр-пĕрринчен пистерсе çӳрет. Перев. Эх, кăна (ее) епле те пулсан хамран пистересчĕ-çке, тесе шухăшларăм. N. Пĕлĕшĕмсене хурлăхлă пурăнăçăмран пистертĕн.

писме

письмо (рус). Сред. Юм. N. Мĕн тума эсир писме ямастăр? N. Эпĕ киле писме çине хам корса килнĕренпе çапла кайла ним те яман. || Обыск (при церковном браке). Сред. Юм. Хĕр качча панă чôхне пĕр чирĕкрен тепĕр чирĕке писме олштарса параççĕ.

писсăр

писарь. ЧП. Писсăр-тиек. Микушк. † Писсăр çыру çырать. Бугульм. † Хучĕсем пĕр шурă, çыру хура, испăравник-писсăрсен аллинче.

пиç

(пис'), свариваться, испечься. N. Çапла тусан, урнă йыттăн сĕлеки (слюна) пиçсе каять те, выльăх урмасть. Календ. 1906. Пиçи-пиçмен çăмарта. N. † Пиçи-пиçми çăмарта пит тутлă. Тайба-Т. † Пиçи-пиçми çăмарта тавай пĕçерсе çиер-и. Орау. Апатне пиçнĕ-пиçмен антарса çитараççĕ. Обед не доваривают, подают сырым. Собр. Вут хутмасăр çăккăр пиçмест (не испечется), ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть, теççĕ. Сред. Юм. Эх, пиçмен пашалу (неспособный к делу), çавна та тăваймасăр, ватса пăрахрăн вит. || Калиться (на солнце). Туперккульос 36. Хĕвел çинче пиçеççĕ. || Кипеть, вскипеть. Ала 11. Самовар пиçсессĕн, каллех ĕçме-çиме пуçларĕç, тет. N. Пиçнĕ шу ĕçсе порăнăр! Пейте кипяченую воду. || Обвариться. Панклеи. Тилĕ опа çине тăккĕр ярчĕ (горячую похлебку), опа пиççĕр карĕ. Орау. Вĕрекен сăр хуранне ӳксе пиçсе кайнă. || Обжигаться. N. Ан пиç. Не обожгись. N. Пиçсе ан кай. || N. Çип пĕре хуса пиçимасан, ăна тепĕр хут хăваççĕ. Ib. Ман кăçал çип сап-сарă пиçрĕ. Ib. Сань пек пиçнĕ çип эп нихçан та корман. || Воспалиться (о глазах). N. Çак тăвансем мана аса килсен, йĕртĕм-ĕçке икĕ куçăм пиçиччен. ЧП. Йĕрсе куçĕ пиçет-ĕçке. N. Йĕре-йĕре пĕтĕм куçăм хĕрсе пиçсе кайрĕ. || Гореть со стыда, осрамиться. Якейк. Ман паян пит пиçрĕ. Эп паян намăс кортăм. || Преть (о теле). Орау. Ура пиçсе çӳресе пĕтĕмпе ашланса карĕ. Ib. Нумай утнипе ура пиçсе карĕ. Ib. Ура пурни пиçсе çӳрет (преют). О сохр. здор. Трахтирте тумтирпех ĕçсе-пиçсе лараççĕ. Изамб. Т. Ул акă пирĕн пек шăрăхра пиçсе тыр выртăр та, виç сăмах çырнăшăн ултă-çичĕ тенкĕ патăр. Полтава 91. Аран-аран лашисем сулкаланса утаççĕ, пиçсе çитнĕ ывăнса. || Прижигаться. О сохр. здор. Çапла тусан, вара ӳт те пиçет (при прижигании), унта лекнĕ сĕлеке те çунса каять. || Париться (о земле). Пахча çим. 3. Уйăх çуртан (после пахоты) курăксем тухаççĕ, çĕрĕ те чылай пиçет. || Запариться. Буинск. Йытă куçран çухалсан тин чупрăм, çапла чупа-чупа ăшша пиçрĕм (запарился). Кан. Пульницара, малтан чăвашла пелекен çынна тупаймасăр ăш пиçрĕ (измучился). || Загореть. || Трухлеть. Ирч-к. Пиçсе выртнă (летом дрова лежали в сыром месте и плохо колются). | Поспевать, созревать. N. Пиçнĕ-пиçмен (не совсем зрелые) çырла тутлă мар. Ой-к. † Пиçнĕ-пиçмен çĕмĕртшĕн çĕмĕрт тăрри хуçас мар; ялта чипер нумай пуль, чипер хыççăн каяс мар, чӳрече витĕр пăхас мар. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор, пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. Альш. Çырласем пиçсе иртсе кайнă (перезрели). Ib. Хăва хутлăхĕнче ытти йĕпе курăксем. Пулат вăл лапсенче хура хурлăхан аври; çула, хурлăхан пиçсен, Элшелсем каяççĕ вăрмана хурлăхана. N. Пиçнĕ = пулнă, спелый. || Зреть (о хлебе). N. Тыр пиçсе çитсен, уя тухсан çăмăллăхне пар. (Моленье). Кан. Тыр пиçрĕ. Хлеб созрел. || Стать выносливым, закалиться. Чхĕйп. Çавăнпа вăлсам халĕ те, каласан, час ĕненмесĕр тăраççĕ, авалтампа хăйсĕн ирĕкнĕ туса пиçнĕскĕрсем. Бугурусл. † Ĕçпеле пиçнĕ пирĕн аппа (навыкла к делу. Свад. п.). N. Шыв çинчи карапа та ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын аллине шанса памаççĕ. Изванк. Ĕрне (так!) эпĕ мур таврашне нумай курса пиçмен те, пирĕн ялта мур таврашне курса пиçнĕ çынсем халĕ те пурăнаççĕ-ха. Шел. П. 48. Ĕçпе пиçсе ӳсеççĕ. Cам. 77. Шăмшак пиçсе хĕрнипе карчăк анать умранах. Сред. Юм. Санран пиçет-и вара ô. Тебе ли это сделать.

пиçĕм

(-з'-), время для проварки. Изамб. Т. Çăмарта пиçĕм (= пиçĕмĕ). Ешке пиçĕм. Ib. Эп ун патне карăм та, пĕр çăмарта пиçĕм лартăм. Неверк. † Ах хăтаçăм (ят), хапхи умне çитсен, така пиçĕм тăратрĕ; картиш варрине кĕрсессĕн, вăкăр пиçĕм тăратрĕ.

пиçĕ-хăва

назв. какого-то вида тальника. Ст. Чек. Хăваран е ытти йывăçран мĕн те пулин авас пусан, йывăçа кăмакара малтан пĕçереççĕ, кăмакана пăрахса, çунакан кăварсене кăларсан. Унтан вара аваççĕ тин. Çырма тăрăх пĕр йышши хăва пур! ăна кăмакара пĕçермесĕрех авма юрат; вăл хăва пирте шултăра мар, çӳлен каснăран пуль, хуппин тĕсĕ тымарĕ патнерех хĕрлĕрех, çӳлелле симĕс.

пиçиххилĕ

с поясом. Букв. Пĕр пиçиххилĕ, симĕс пуçлă. (Кăвакал аçи).

пит

(пит, пит'), очень; слишком. Истор. Выльăх-чĕрлĕх пит йышлă усранă. N. Масар пуçинĕн пит ĕçĕ нумай. Орау. Питех çияс килмеçт. Есть не очень хочется. Ib. Калаççĕ ăна, пит час-часах калаççĕ те. Туперккульос 14. Пит ачаш пулаççĕ, хăшĕ пит юнтарать (= йăлăнтарать), хăшĕ тата пит лăпкă, ăслă ача пулать. N. † Пĕрийомăн пусми пит пуставлă, атăсемпе пусса кĕтĕмĕр. Регули 1384. Вăлсен пит начарри çав анчах. Вăлсен пит начар çын çок. Ib. 1383. Мана пит кирлĕ. Питех кирлĕ мар халь. Ib. 1363. Пит тытаканах çок. N. Контан питех корăнмасть (= пит лайăхах корнмасть). КС. Пит чыс пурăнать вăл (аккуратно, чисто). С. Дув. † Хĕрĕ матур пулмасассăн, пит памаççĕ укçана. Ib. † Кăçалхи çул пăри пит пулчĕ, хĕвел тухăç енелле тайăлчĕ. N. † Аслă урам тăрăх çын пит çӳрет, эсир урам варринче ан тăрăр. ППТ. Питех çăмарта шутне тултармаллах мар пулсан (если не хватает), вара çăмарта çĕклекене парас çăмартана вăйçа параççĕ. (Сĕрен). Байгеева. Ама-çури анне манăн пит лайăхах марччĕ. Вăл мана, пĕр кăшт айăп пулсанах, е çаптаратчĕ, е çӳçрен туртатчĕ. Ачасемпе вылляма та питех ярасшăн марччĕ. Юрк. Эпир пит аякран килтĕмĕр. N. Çын, кĕтмен хутра пит ытла пыйтлансан, пӳкле вилĕмпе вилет. (Поверье). Якейк. Вăл япала питех те мар, эпĕ полсан она он чоль парса илес çок. В этой вещи особенного ничего нет, я бы за нее столько не дал. Хора-к. † Çакă ялăн хĕрĕсем ларасшăн та пырасшăн, питĕх пырас килет полсан, сорпан-масмак чиксе тох, уй-хапхине тохса тăр, хамăрах лартса кайăпăр. Сред. Юм. Пит палтăркка хĕр, девица нехорошего поведения. Ib. Ĕçлеме пит паттăр, сильный в работе. Ib. Пит ярăм хĕр тесе, вăрăм пӳ-çиллĕ, илемлĕ сăн-сăпатлă хĕре калаççе. Изамб. Т. Анчах юман пит ӳсет. СТИК. Ун патне пырса хăна пит пулас çук, питĕ хытă вĕт — тимĕр пăрçа. (Перестановка «пит» придает другой смысл этому выражению, а не оттеняет скупость этого лица). Вĕлле хурчĕ 4. Хăйне те питрех пăхаççĕ. О Японии. Çĕрле апат çинĕ вăхăт — питрех савăнăçлă вăхăт вара.

пит

(пит, пит'), лицо. N. Икĕ аллипе питне тытса тӳсимасăр йĕрет, тет. N. Питĕнчен çиçсе ячĕ. Ударил в лицо. N. Сарă каччă памасан, питне тытса йĕрет-ĕçке. Байгул. Мĕн пăхатăр пирĕн пите? Пасарта хăмач курман-и? Мĕн пăхатăр пирĕн пĕве? Хусанта çурта курман-и? Сред. Юм. Пите пит çăвать, алла ал çăвать. (Поговорка). Ib. Алла ал, пите пит çăват. (Поговорка). Самар. † Улача кĕпе пит урлă, пирĕн тăвансем шыв урлă. || Щека. N. Ик хура хĕр пычĕ те, ик питĕмрен чуп турĕ. ЧП. Кив уйăхла тунă сăрасем, икĕ питме çапрĕ сăрăсем. N. Питĕсенче аш та çук. N. † Икăн-икăн (= иккĕн-иккĕн) пычĕç те, ик питĕмрен чуп турĕç. ЧП. Пĕр пичĕ уйăх, пĕр пичĕ хĕвел. Чаду-к. Упа пирĕн пăрува тытнă та, сылтăм енчи питне чĕрсе пăрахнă. Шел. 24. Ун пĕр пичĕ çийĕнче хĕвел тăнă выляса. N. Онта мĕлле питпе кайса кĕрес (с какой рожей). Якейк. Мĕн питпе эс мана паян пасарта халăх куçĕнче çапрăн. (Намăсран иртнĕскер, намăса пĕлменскер). Собр. Хăй намăс тăват, пите вăрăнассине пĕлмеçт, теççĕ. (Послов.). Орау. Хăйне хăй питне пĕçерчĕ (или: намăслантарчĕ, или: намăс кăтартрĕ). Ст. Шаймурз. Ятăр кайĕ ял çине, питĕр пиçĕ çын çинче. Шорк. Питне кĕççе çĕленĕ. Потерял совесть, стыд. || Припек (солнца). Ерк. 59. Шăрăх хĕвел питĕнчех пухă кĕрлет каçченех. Орау. Хĕвел питĕнче (на солнце) ăшă паян, сулхăмра шăнтать. N. Кавăн хăяр пекех хĕвел питĕнче аван ӳсет. || Сиденье (у стула)? Н. Байгул. † Атте пукан тунă чух, пукан питне савалаймарăм. || Лицевая сторона обуви до голенища. Янтик. Пушмак питне пит пăхăр, куçăр тухса ӳкес пек; кĕçĕр хĕрсе (= хĕрсене) пит пăхăр, хĕрсем тухса каяс пек. || Верхняя корка каравая. В. Олг. Çăккăр пичĕ хытмас куарсăр. Ib. Çăккăр икĕ питлĕ полчĕ. Ib. Çăккăр пичĕ килеччен, пока зарумянятся хлебы. N. Кăш чухне тĕпĕ те, пичĕ те çунса кайни лекет, ун пек чухне пĕр апат çиме те çитмест. || Адресная сторона конверта. N. Ку ахаль çыру мар, ку укçаллă çыру; авă питне «вунă тенкĕ укçа хут» тесе çырнă. || Страница. || Переплет. Сред. Юм. Кĕнеке хытă пичĕ. || Наволочка. Алших. † Тăваткăл минтер хăмаç пит, ан хур аппа лараймăп. || Поверхность (земли). Чăв. ист. 29. Çĕр пичĕ пит аслă.

питле

шить рубцом. СТИК. Заплатить, пришить заплату. Сред. Юм. Ман кĕпе çôрăлнă, питлесе яран поль эсĕ çавна (пришьешь заплату). || Укорять, упрекать, уличать, обличать. Сред. Юм. Малтан сăмахласа çӳрет те, кайран: амма сăмах çӳрететĕн, тесе питлесе çӳрет тăта. Чăвашсем 10. Унăн пĕр-пĕр çемйи чирлесен, ун патне каят та, вăл вара ăна хирĕç питле пуçлат. Изамб. Т. Пĕр-пер çын кирлĕ маррине калаçсан, ăна питлеççĕ (укоряют). N. Усал çынна питлекен хăйне сиен тăвĕ. N. Эсир мана питлеме сăмахсем шыратăр. N. Тĕрĕс çын хĕрхенсе ятлатăр мана, питлетĕр мана. || Возражать. N. Ку сăмаха питлесе акă мĕн калап эпĕ сире: шултра вăрлăхран çĕрулми хунавĕ те (аври) шултра, парка пулать. || Заделать, забить, укрепить.

пит-çăмарти

(-δиы), щека. ПУ. Ау 72°. Хĕрин пĕр пит çăмарти хĕвел, тет, пĕр пит-çăмарти уйăх, тет. Шурăм-п. Хĕпĕртени пит çăмартинченех курăнать. Ст. Чек. Пит-çăмарти кĕçсен (= кĕçĕтсен), хĕлле — тăмана, çула — çумăра. Ib. Пит-çăмарти кĕçсен — йĕрессе. Кр. Чет. Пит-çăмарти хĕрлĕччĕ, тоти хĕрри çӳхелчĕ. N. Пит-çамарти йĕрессе кĕçтет.

пит-шăлли

(-λλиы), полотенце. Альш. † Пĕррĕн-пĕррĕн килтĕмĕр, пĕр пит-шăлли çакрăмăр Ib. Халĕ ĕнтĕ чăвашра шурă (белый цвет) ал-шăллисемпе пит-шăллисенчен пуçне ахăр çук та-тăр.

питĕ

(пидэ̆), очень; слишком, особенно. См. пит. НТЧ. Питĕ çиес килет, пĕр татăк çăкăр та пулин парса хăвар-ха. Кан. Питĕ каясчĕ-çке унпа ман. N. Питех уçах мар. N. Çĕре кирлĕ-кирлĕ мар курăк айĕнче сая яриччен, çав çимĕçсене аксан, питĕрех те усăлă пулĕччĕ. ТХКА 71. Пирĕн йытă сиснĕ те вĕсене, питĕ хытă вĕрнĕ. Собр. Сире питĕ мĕн кирлĕ? Чего особенно вам нужно. N. Савнă ульăма Николая питĕрен питĕ пысăк салам. Кан. Акнă сĕлĕ çуркунне питĕ пĕр тан хăпарчĕ. В. С. Разум. КЧП. Вара эпĕ питĕ, каясшăнран (или: каясшăн пулнăран) мана çул çитмесĕрех шкула ячĕç.

питĕ

(пидэ̆), крепкий, здоровый, плотный, ноский. Толст. Урапа пуçелĕкĕсене, кĕпчексене питĕ йывăçран тума тăрăшаççĕ. Б. Олг. Питĕ, плотный (напр., пир — холст). Сборн. по мед. Тир çинче суран мĕн пулмасан, вал питĕ пулсан, чир ертекен япала юн ăшне кĕреймест. КС. Ай-ай, ку хăмач питĕ (плотная ткань)! Ib. Кĕпӳсем питĕ-и, ачам? Крепки ли твои рубашки? Баран. 30. Унăн (у него) хырăмĕ те тутă пулнă, çийĕ те питĕ пулнă. К.-Кушки. † Уличе çатан(ĕ) питĕ пулсан, ял кӳрнекне çав курет. N. Питĕ витре, прочное (без дыр) ведро; но: тĕреклĕ витре — такое, что нескоро износится. Янтик. Ку пустав пит питĕ, часах çăтлас çук. N. Хĕлĕн хырăмĕ питĕ. Альш. Хĕветĕре хыпнă. Хĕветĕрĕн, пуянăн, хуралтă питĕ. Вăл çунат пайтах. Орау. Пирри питĕ-çке (очень плотный). Календ. 1911. Хут вырăнне питĕ пир е пурçăн пусма караççĕ. Сред. Юм. Çăпата питĕ-ха, пĕр йĕр те талман (татăлман, не износились). || Мощный. Т. VI. 54. Турă-амăшĕ! Çуратманнине çураттар, çуратнине питĕ аллупа усра. (Из моленья). Ст. Яха-к. Çуратманнине çуратса пар, çуратнине пит аллипе пар. См. ĕне ырри. || Крепость, прочность, сила, мощь. Трхбл. Аттик. Пилĕкĕм-çурăм питтине пар (Моленье в жатву). П. Яндоуши. Пилĕкĕн питтине пар! Подай крепость (силу) поясницы. Трхбл. Питтĕн ашшĕ-амăшĕ вилмен; хытă кӳлнĕ лаша ывăнсан та виçĕ çухрăм кайнă, тет. Нюш-к. Питтин амăшĕ вилмен (тĕплĕ ĕçлекен çынна пĕлтерет). Якейк. † Старик çорчĕ çĕрĕк çорч, çĕрĕк тăран çĕр тенкĕ, питти таран пин тенкĕ. Ерк. 67. Улталарĕ утаман, çӳç питтине пăракан, халччен ун пек йăла çук.

питĕм

цельный, непочатый. Сунт. 1928, № 11. Пĕр ватă çав этеме питĕм çăкăрпа-тăвар савăчĕ сĕнсе парать.

питĕрлен

(-д-), напрягаться, жилиться. СПВВ. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм искĕртнĕ чôхне питĕрленеçĕ. Тюмер. Питĕрленмесĕр ача та тохмасть (без жиленья). О сохр. здор. Е урисемпе пĕр-пĕр япалана перĕнтерсе арăма хытă питĕрленме хушаççĕ. Ст. Чек. Питĕрленсе йĕрет (= мекĕрленсе).

Питти

имя мужч. Сред. Юм. || N. Хăш килте питти пулать те, вăл хай уçă çурейменскер, сĕрен пырсан: ачасем, манăн чир-чăра хулăпа çапса вĕçтерĕр-ха, эпĕ сире вара пурсра та пиллĕп, эсир те манăн çула çитмелле пулăр, тет. Ачасем ăна вара киревсĕр çапмаççĕ; пĕрре-и унта, иккĕ-и; пĕр-икĕ ача: çак папайран чир-чăр вĕçтĕр! тесе, çапса илеççĕ.

Питтимĕр

яз. имя мужч. Рекеев. Собр. Пĕр тутарăн тăват ывăл, тăваттăш те Питтимĕр ятлă. (Хăй-чикки),

пичев

(-ζ'-), пристяжка (от русск. бичева). Изамб. Т. N. Пичеве (или: прешкене) ярса кӳлтĕмĕр. Ст. Ганьк. † Мăшăр кăвак тĕпĕнче, çăлтăр хушки пичевре. Ерк. 22. Тĕпри лаша тĕпретет, çул варрине çĕмĕрет, икĕ пичев пĕр пекех, çул чаваççĕ сиккипех... Питушк. Пичев хатĕрле. || Бичева (ею тянут лодку). Тюрл.

пичет тĕвви

назв. особого узла. Альш. Килте тĕртнĕ пысăклăх пичет тĕвви туса çыхат (т. е. опоясывает им жениха). Юрк. Хулăн укçине кирек хăçан та пĕр шура тутăр çине чĕркесе, çинчен пурçăнпа пичет тĕвви туса, çыхса хĕр ашшĕне тыттараççĕ.

пичĕке

(пиц'э̆гэ), бочка. Букв. Пĕр пичĕкенĕн хĕрĕх кăшăл. (Купăста пуçĕ). Ск. и пред. 70. Унăн выльăх чĕрлĕхсем пичĕке пек çӳреççе. Череп. Пичĕке çăварĕ (закрывается пичĕке пăкки). N. Пичĕке пуçланă чухнехи кĕлĕ. «Е пĕсмĕлле, тур çырлах! Çӳлти турă, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр. Çĕнĕ тырăпа сана асăнса пичĕке чӳклетпĕр. Йӳçсе тутлă калаçма пар. Шерпет сана, юççи пире. Акнă тырра-пулла пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илме пар. Çичĕ тĕслĕ тырра-пулла çичĕ кĕлет тытма пар. Авăртсан, çăнăх-кĕрпе перекетне пар. Виç пайĕнчен пĕр пайне ĕçмешкĕн, çимешкĕн, çынна памашкăн пар. Амин, çырлах! Виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе виçĕ карта тытма пар. Пĕр вĕç шывра, тепĕр вĕç картара пултăр. Улт уралă хурт пур: пĕр вĕç вĕллере, тепĕр вĕç чечекре пултăр. Амин, çырлах! Килĕшпе, ача-пчапа сана асăнса витĕнетпĕр". Турра сăхсăхса пуççапаççĕ те, тата çĕнĕрен савăш курки пуçлаççĕ. Савăш курки пуçланă чух пĕри пурне те тăрса çак сăмахсене каласа сăра ĕçтерет. «Ар-ывăлсем! хуçа калать: çĕнĕ тырăпа, турра асăнса, пичĕке чӳклерĕм, тет. Сире тиври? тивмери? Тивмен пулсан, ун çинчен савăш курки пуçлас, тет. Эсир ăна кĕрĕшетри? кĕрĕшместри? Кĕрĕшетĕр пусан, ура çине тăрăр турра кĕл тума. Хурăн-сурăн кассисем! Тĕрлĕ минтер çинчисем! Эсир ар-çынсем, ака патне кайсан, апата пынă чухне, кĕпĕр хура пусан та, йĕмĕр шурă пултăр. Ар-ывăлсем, ура çине тăрăр! Хурăн-сурăн кассисем, ура çине тăрăр турра кĕлтума!» Вара вăсем пурте сăхсăхса пуççапаççĕ те, каллех тапратса калать. «Е пĕсмĕлле, тур çырлах! Çĕнĕ тырăпа пичĕке чӳклерĕмĕр. Ун çинчен сана асăнса, витĕнсе, савăш курки пуçлас тетпĕр». Вара каллех сăхсăхса пуççапаççĕ: çулти турă тесе, кĕлтăва пуçлаççĕ. Кĕлтуса пĕтерсен, турра тав туса сăхсăхаççĕ те, пĕри тăрса сăмах калать. «Савăш курки савса ĕçмелле, турă та патша курки. Çӳлте турă, — çут çанталăк унăн. Çĕрте çĕр-йыш — çĕршыв унăн. Çĕрте патша — хура халăх унăн. Ут туртайми салат, ар çĕклейми хăмла янă, ача çĕклейми çăкăр. Ăна та калах пĕлмесен, çиччĕ те пиллĕк ĕçмелле. Кала пĕлекенĕ пĕрре ĕçмелле. Путене пулас та, ыраш ани çинче çӳрес. Кала пĕлменни карăш пулас та, хăмăш тĕпĕнчен çӳремелле. Кала пĕлекенĕ савнă арăмĕпе юнашар выртмалла; кала пĕлменни арăмĕнчен ури вĕçне кайса пуçа хыçса выртмалла. Урипе тапас, ури çитес çук». Ĕçтерсе çаврăнать те, тата ыйтать. «Ар-ывăлсем! Хурăн-сурăн кассисем! Тĕрлĕ минтер çинчисем! Хуçа калать: çĕнĕ тырăпа пичĕке чӳклерĕмĕр, тет. Ун çинчен ятлă курка пуçласа ятăмăр, тет. Сире тиври? тивмери? Тивнĕ пусан, ура çине тăрăр; тивмен пусан, кунта килĕр». Тата ура çине тăраççĕ те, турра сăхсăхса пĕтернĕ çинчен пуççапаççĕ.

пичче

(пицц'э, пич'ч'э), старший брат отца, дядя по отцу. Его жена назыв. «нинне». СТИК., Городище. МПП. Пичче — мой, наш старший брат; мой, наш дядя (младший брат отца). Н. Карм. Пичче — аттин шăллĕ. СЧЧ. Аттепе пĕр тăван Лукка пичче (дядя Лука). N. Çырла çеçкин тĕпĕ ылттăн, теççĕ, манăн пиччен пĕр сăмаххи пĕр ылттăн. (Из письма). СЧ. Ĕлĕк, эпĕ пĕчĕкçĕ чухне, атте-аннесем Мирон ятлă аслă пиччене çырăва вĕренме панă. || Старший брат. Вомбу-к. Пичче, пичей (старший брат), пичи тесе туралла калаççĕ. СПВВ. ГЕ. Пичче = тете. Сред. Юм. Пиччунтан иртсе каяймăн (пĕчикрех ачасĕне пиччу хôшманине тăваймăн тессине калаççĕ). Ib. Асатте пиччĕшĕ те, шăлнĕ те пичче, ăсĕн арăмĕсĕм инке. Пĕчик ачасĕм, арçынни ватăрах полсан, папай теççĕ, хĕрарăмисĕне, патăрах полсан, эпи теççĕ. || Так обращаются к мужчинам старше себя. N. Хăйĕнчен ватă çынна курсан: эй пиччеçĕм-тăванăм (ятне калат), тет (невеста). Ст. Айб. Хăвăнтан ваттине: пичче, тесе кала, теççĕ. (Послов.). КАЯ. Анне мана лаша тăварнăшăн пиччене (не дядю, а постороннего) сăра ĕçтерме хушрĕ. Трхбл. Мишер пичче! В других случаях здесь слово пичче не употребляется.

пиччи

то же, что пичче. Собр. Пĕр пиччи хĕлле канать, тепĕр пиччи çула канать. (Çунапа урапа).

пуйăс

пойăс (пуjы̆с, поjы̆с), поезд. Ир. Сывл. 19. Кунĕнçĕрĕн сан витĕр вĕçсе иртеç пуйăссем. Артюшк. Шунталлăра пойăс чарăнат-и? Сунт. Стантсăра икĕ талăк ларнă хыççăн пĕр пойăс, пĕтĕмпех кĕленнĕ тăван çĕре пăрахса Çĕпĕре каякансемпе тулнăскер... Капк. Тăватă ураллă лаша пек пултăр, пуйăснех çитме памасан та. N. Каякан пуйăс çумĕнчен чупса пынă чухне, чупакана хыçалтан çил тĕртсе пырать.

пукан

покан (пуган, поган), первоначально — чурбан, обрубок дерева; стул, табуретка. Скамеечка, которая ставится под ноги (так у многих). СТИК. Пукан, обрубок дерева; употребляется в следующих случаях: 1) кладут под ноги, когда плетут лапти, или употребляется вм. стула; 2) ставят под углы строения. Микушк. † Самар сарă куркисем аллăрта чух, урăр айне пукан пулам-ши? Сирĕн вунă пурнĕр ывăнмасан, пирĕн чĕкеç чĕлхи ывăнас çук. (В этой песне выражена форма угощения гостей хозяином). Якейк. Покан, стул или табурет; для отличия говорят: 1) ахаль пукан — табурет, 2) хыçлă покан — стул со спинкой. СПВВ. ЛП. Пукан = тенкел. Актай. Вуникĕ хуçăк пĕр çӳху. (Пукан). С. Алг. Çутăлсан, хĕвел тухиччен, ăрама пукан кăлараççĕ. Альш. † Пĕчĕккĕ пукан — йĕс пукан, йăванмĕ-ши урам тăршшĕне? Ib. † Лупашкари пукана шапа пăтти сырса илнĕ. N. Пуçне касса пукан тăвăп. (Угроза). Орау. Лутра пукан пек çӳрет. Ib. Ачисем ун пукан пек (низкие, плотные). Собр. † Путĕр-путĕр путене, путь Хусана каят пуль, тимĕр пукан илмешкĕн, хапха тăрне лартмашкăн, чăнкăр-чăнкăр тумашкăн. Юрк. † Путĕр-путĕр путене, путь Хусана каят пулĕ, тимĕр пукан илмешкĕн, хапхи тăррине лартат пулĕ, хапхи чарик! тăват пулĕ, хайхи килет, тиет пулĕ, тин савăнса килет пулĕ. || ЩС Алăк пуканĕ (çӳлти пукан, аялти пукан). || N. Урапа пуканĕ. || Гиря (у весов и часов). N. Сехет пуканĕ анса çитсен, вăл пит вăрахăн сулланать. С. Тим. Хусантан уккас килмесĕр çутă пукан çутăлмаст. (Çутăлни). ТХКА 66. Канурăн ывăлĕсем те икĕ пăт пуканне вырăсла хапха урлă хăрах алпа ывăта-ывăта каçăрнине хам та темиçе хут курнă. || Крюк у дверей. Чертаг. || Моток. СТИК. Киççипе пуканĕпех илтĕм-ха. Бумажной нитки купил целым мотком. || Борок, несколько низок (рябины). Хурамал. Пилеше пукан туса хунă (= хулă çине тирсе пухса хунă).

пуканла

(-г-), назв. игры. Смольк., Юрк. См. капанла. Николаев. Пуканла. Пысăкрах ачасем вĕттисене пĕр-пĕринчен икшер пусăм лартса тухаççĕ. Лараканнисем пукансем пулаççĕ. Кашни пуканин хуралçи пулать. Пĕр çынна хăвалама хăвараççĕ. Хăвалаканни пĕр пукан хуçипе тавлашса, иккĕшĕ ик енчен чупса çаврăнаççĕ. Кам малтан чупса çаврăнса пукана тытать, çав хуçи пулать. Пукансăр çынни кӳршипе тавлашса чупать. Пуканне çухатнă çынни тата тепĕр çумĕнчи çынпа тавлашать. СТИК. Пуканла выляс. Пĕчĕкçĕ ачасене çерем çине йĕри-тавра лартса, пысăккисем йышăнса тухаççе, йĕри-тавра чупаççĕ.

пукане

(пуган'э), кукла. Рак. Пĕр пуканен хĕрĕх калпак. (Купăста). N. Пĕчĕкçеççĕ пукане пин хут кĕпе тăхăнать. (Купăста пуçĕ). N. Пукане пек (= илĕмлĕ). СТИК. Пукане пек кăна ĕçке ачи! Крошечный ребенок. Альш. Чӳке туса пĕтерсен, юмăçĕ укçине пукане тутарса, пукани аркисене илемлĕ пусмасемпе тыттарса пĕтерттернĕ, икĕ тенкĕ укçа чĕркесе эмеллеттерсе пăрахтарнă. Çав пуканене пирĕнпе пĕрле вĕреннĕ ача Егор Васильев тупнă Унпа пĕрле ытти çынсем те пулнă. Вăл пуканене илсе, шăлпа кышласа çуркаласа пĕтернĕ. Укçине Ванеш ятлă çын илнĕ. Çавăнтан кайран нумай та тăмарĕ — Егор чирлерĕ. Халăх хушшинче пурте: Егор чӳк пуканине çуркаланипе чирленĕ, ăна пукане çумĕнчи усалсем аптăратаççĕ, тесе кĕрлетчĕç. Альш. † Ах аттеçĕм-аннеçĕм, пукане пек ачăна укçа пирки çухатрăн. (Хĕр йĕрри). К.-Кушки. Пӳрнене пукане турăм-ха. Я (обрезал) палец и обвязал его тряпкой. Торп-к. † И, вупкăн пукане, пуçсăр ача тунăшăн, пуçне çапса çурăтăмч. || Кокетка. СТИК. Пукане — чечен хĕр, каччăсене тиркекен пысăк кăмăллă хĕр (в сказке «Пукане»). || Прозвище мужч. СТИК. Пукане Якку. || Моток. N. Икĕ пукане çип илтĕм.

Покаш

Пукаш (-г-), назв. ряда селений Марпос. р., Бокаши. Синьял. † Пукаш çырми — хĕрлĕ çырма, шур тăм юхса шуратрĕ. N. Покаш çырми — пĕр çырма.

пуклак

поклак, тупой, тупоконечный. СПВВ. ПВ. Пуклак, поклак. Актай. Эрхип арăмĕ пуклак кут. (Кăвакал, вар. — çăпала). Изамб. Т. Пуклак йывăç, короткое и толстое бревно (срубленное дерево). Нюш-к. Пуклак юман, дуб с сломанной кроной. Бр. п. водку 10. Лаптак сăмса, тăхлан пуç, пуклак янах çавăн пур (у нее). N. Мĕнле ку санăн пуклак пуçлă, эсĕ ăна епле кӳртетĕн. || Широко (об отражении в зеркале). Шибач. Ак çак тĕкĕр поклак кăтартать (кĕске). || В перен. см. Якейк. Йăванăн чĕлхи поклак, çанпа вăл хĕрсене çавримасть (не умеет говорить). Ст. Чек. Пуклак чĕлхелĕ. Пуклак калаçакан çынна пуклак чĕлхелĕ теççĕ. Ib. Пуклак калаçат. Говорит не разбираясь в словах: приятных, витиеватых и неприятных, уместных и неуместных, результат невоспитанности. В. Буян. Пирĕн чĕлхе чĕкеç чĕлхи мар, пуклак чĕлхе. || Ледышок? Янтик. Пуклак — чăмăр япала, хĕлле вылямалли; урапа тапа-тапа пĕр-пĕрне лектереççĕ. || Так называют плотных и низкорослых людей. СПВВ. КЕ. Пуклак — кĕске те лутра, сарлака çынна калаççĕ. Сред. Юм. Пôклак çын — лôтра, сарлака çын. || Отмороженная (или с уродливыми пальцами) рука. Начерт. 132. См. Магн. М. || Невод (рыболовн. снасть). Золотн., Начерт. 135. Пуклак, мрежа.

пуклакла

поклакла, назв. игры. Сёт-к. Янтик. Пуклакла выляс. Вăйă ку ак çапла: пĕри те пуса пĕр-пĕр муклашкана урипе тапса ыттисен урисене лектермелле. Çапла тапса çӳренĕ чухне ăна ыттисем каçанĕнчен чышаççĕ. Кама та пуса ураран муклашкапа лектерсен, вара çав тапса çӳрет. Ку вăя пысăккисем те выляççĕ. Пуринчен ытла çăварнире. Чуратч. Ц. Эпĕ пĕре çулла урама тухрăм та, хам юлташсене пуклакла выллянине курса, вĕсем патнелле карăм.

пукрас

(пукрас), куцый, короткий. Шалча-к. Б. Крышки. Пукрас, куцый, общипанный, с обрезанным хвостом. СПВВ. Пукрас хӳре. || Годовалый жеребенок, стригун. ТХКА 47. Çӳрен кĕсрен пĕр пукрас (= хĕл каçнă тиха), тата амăшай тиха пурччĕ. См. пукрис.

пул

пол, быть существовать, делаться, совершаться, становиться, превратиться. Регули. 579. Ку япала полмасчĕ паян, эп она турăм. Ib. 582. Полман (туман) полсан, кирлĕ мар. Ib. 89. Вăл ĕç поласси такçан полать. N. † Ырă çын ывăлĕ-хĕрĕ пулам-и, ырă çын умне тăрса юрлам-и. С. Мокш. † Сăвăрсан тулă пулмастăп-ши? Шухăшласан ырă çын ачи пулмастăп-ши? Сред. Юм. Каç полса килет. День клонится к вечеру. Ib. Каç полса пырать. Ib. Санран та япала пôлаймарĕ ĕнтĕ. И из тебя ничего путного не вышло. Ст. Шаймурз. † Пирĕн аттен турă лаши, çула тухсан пырас пек. Ib. Шурăлă-кăваклă килет — çăвайинччĕ шурă юр пулса, калпакне тăхăнса хĕр пулса, килейинччĕ савнă тус пулса. Якейк. † Полас, полас, поласах, çак ял кĕрӳш поласах, полас мар-тăк, порнас мар, çак ял хĕрпе калаçас мар N. † Е пулайăп, е пулаймăп, сире урăх кураймăп. N. Никамăн та унта пăр пулман, вĕсен пулнă. Кругом ни у кого не было льда, а у них был. N. Пушă пулмарĕ, тата нумай хăваласа тухнă пулăттăм! N. Унта шыв пулмалла. Кан. Ара ку хамăр сурăх пулмаре вĕт! Пĕтрĕмĕр!.. N. Паян çăмăр пулĕ тен. Сегодня пожалуй будет дождь. Виçĕ пус. 22. Вĕсен чечекĕ лĕпĕш майлă пулнă пирки лĕпĕшкурăксем теççĕ. Ib. Нумайĕшĕ тата вĕсенчен вăрăм тымарлă пулать. Б.-Яуши. † Сиксе пырса чуп тума, инке чипер пулинччĕ. Кан. Кунта темиçе çĕр купа пулас утă сая кайса выртать. Сунт. Лисук пултăн-и-ха эсĕ? Паллаймарăм. Орау. Паян мĕн кун пулчĕ-ха, атсемĕр. N. Çырнă çырнах пултăр ĕнтĕ. Ау 294. † Çĕр-çырлисем ӳснĕ чухне тĕрлĕ курăка çавăрат, ĕмĕр пулсан çаврăнăпăр, хĕвел пек çутăлса. К.-Кушки. Кăвак лаша пулманни турă лашана вăй килет, тăван атте пулманни тăван аннене вăй килет. Собр. † Улача кĕпе пулас пулсан, тăхăнмăттăм эпĕ шурă кĕпе. N. † Кĕмĕл çĕрĕ пулĕ, пысăк пулмĕ, вăта пурнене чух юрĕ; пирĕн тăван пулĕ, пысăк пулмĕ, кĕреке умĕнче ют пулмĕ. Тим.-к. Окçини улах пулнă тет, варли пырса кĕнĕ, тет, шурă хĕрĕлли чашкипе мăйăр лартса панă, тет. Календ. 1903. Хăш чухне уйăх çĕрпе хĕвел хушшине пулать те, хĕвеле пиртен хуплать. N. Ах, эсĕ е сивĕ, е вĕри пулсанччĕ. Регули 268. Вăл онта полмин лайăхчĕ. Ib. 390. Эп тарçă полăп. Ку манăн полĕ. Ib. 393. Эп сумар пулăп. Эп пĕччен полăп онта. Ib. 398. Эс килтĕн он чох, вăлсам вăрманта полнă он чох. Ib. 571. Эп те вăлсампа онта полтăм. Ib. 397. Хăнча ман окçа полĕ, ончох кил. Ib. 678. Он чохне татни полĕ. Ib. 352. Он чохне татса хонă полĕ. Тогда уж будет нарублено и сложено. Ib. 353. Эс онта пырсассăн, пĕтернĕ полĕ. Когда ты туда придешь, (уже) будет кончено. Изамб. Т. Унтан е аллă, е утмăл пулĕ, теççĕ. N. Ман тĕлĕшрен пăртак та пулин кăмăллă пулăрах. Якейк. Э-эй, эс ĕçсех начарланса карн-çке (= кайрăн-çке), порнăçна пĕтертĕн-çке! — Полăпăрин тата. Сала 80°. † Вăштăр-вăштăр çил верет, карта айĕнчен вĕрет вăл; мăкăр-мăкăр сăмахсем, пирĕн çинчен пулать вăл. N. Сылтăм пит — çăмарти кĕçĕтни коласса полать. Цив. † Çӳлти акăш çуначĕ чухрах пулĕ пуласса; пире çырнă ачасем чухрах пулĕ пуласса. N. Сирĕн аçу-апу полĕ? || В качестве вспомог. гл. Юрк. Ку вырăн пулат-и? Разве это усадебное место? (т. е. это дрянное место и не годится для житья). Ib. Епле çук пулат?.. Пур! Кунта сĕтел çине килсе ларт, тет. Ib. Пĕр пусси кăна пур (только есть колодец на усадьбе). Шыва таçтан аякран тултармалла мар. Шыв пирки никампа вăрçма пулас çук пек туйăнат. В. С. Разум. КЧП. Хресчен пулмалла пулас пулсан, пире нумай çĕр ĕçлемелли япаласем кирлĕ пулать. Если нам придется крестьянствовать, то нужно будет приобрести немало земледельческих орудий. Регули 324. Он чохне эп килте çок полатăп (у др. килте пулмастăп). Ib. 394. Эс кам конта? — Эп тарçă полатăп конти. Тăв. 50. Вĕрентĕр, пирĕн пек суккăр пулнин ырри çук-çке. Коракыш. Вара арăм шухашланă: ку ахаль çын пулмарĕç (это не простой человек), тенĕ. В. С. Разум. КЧП. Вăл та ĕçлĕ пулса ларать. || Бывать. Баран. 133. Мĕнле шыв пулать. || Происходить. Баран. 134. Çил мĕнтен пулать? || Быть возможным, осуществиться, совершиться, приходиться. Юрк. Пулĕ те çав. Возможно, что это и так. В. С. Разум. КЧП. Пасар ытла пысăках мар, утса тухма пулех (пройти вполне возможно). N. Çук, пулмас пуль. (Отказ исполнить просьбу). N. Манăн сана курасси урăх те пулать, те пулаймасть. Регули 362. Онта ĕçме полĕ квас. Там можно будет попить квасу. Ib. 363. Ыттине тума полмĕ, кона тума полĕ. Прочего сделать нельзя, а это можно. N. † Çăварни çитмеç терĕмĕр: çитрĕ, полчĕ, иртрĕ поль, сисмесĕрех йолт(ă)мăр поль. Коракыш. Пулмаçтех (это невозможно)! тесе каларĕ, тет. Изамб. Т. Ачасем! капла пулмаст, эпир кĕтӳ йĕри-тавра саланар. N. Паян та кайса пулмарĕ (не пришлось итти). N. Санăн киле килмеле полмĕ-ши? Юрк. Карачăмĕ киле таврăнасшăн мар. Малашне те çапла вырăнтах слушит туса пурăнма пулат (возможно будет). Ib. † Шыв варринчи юпа çинче вĕçен-кайăк юрлат-çке. Элле пулас, элле пулмас, тутлă ăйхăм юлат-çке. Шугур. Мана вăл ялта ӳсме пулмарĕ (не пришлось). Ст. Чек. Ăна курса пулмарĕ (не пришлось). Ib. Эх, курса пулмарĕ ăна. N. Вăрман нумайччĕ, юпасем те килĕшсе çӳренĕччĕ, çурт тăвас тенĕччĕ, çĕвĕ вырăна куçса пулмарĕ иккен. Сред. Юм. Санран полать-и вара она тăвасси! Тебе ли это сделать! N. Окçасăр порăнма полать. Турх. † Çак тусăмсем умне пĕр тăрсассăн, куççӳл тăкăнмасăр пулаймĕ. Хурамал. Сиртен пулать-и! Вам ли это сделать. N. Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. Орау. Мĕнле пурнас пулать апла? Как же это можно жить так? М. Чолл. Сантан илсе тухма пулаймас, хамăн кĕрес пуль. Орау. Вăл хута пама кăшт пулăшакан пулсан, илме пулать те, пулăшакан çук. || Иногда передается по-русски: быть нужным. Регули 373. Энер онăн килес полатчĕ. Ib. 1426. Онăн ир килес полатчĕ, вăл хальте çок. Ib. 374. Кона конта исе килес полмасчĕ, эсĕр конта исе килтĕр. Орау. Ман та паян чей ĕçмелле пулать (приходится пить чай). ЧС. Çынсем сĕт-турăх çийĕç ĕнтĕ, эпир вĕсен куçĕсенчен пăхас пулат (смотреть на них или просить у них). || Родиться. Юрк. Малтан авланнă ывăлийĕн ачисем те пула пуçлаççĕ. || Уродиться. Чхейп. Акнă тырă çине вăхăтра çăмăр çуса шӳтермесен, пулас тырах пулмаçть. ТХКА 85. Шураçăн, пулнă çулсем, тырă лайăх пулать. Альш. Утă пулнă çул питĕ аван пулать (там). Бюрганский. Вăл йăлана пăрахсан, пире пит йывăр пулмалла, теççĕ, — тырă-пулă пулми пулĕ, выльăх-чĕрлĕх ĕрчемĕ (из рассказа о прошлом). || Поспевать. Якейк. Паломми полма пуçлать (начинает поспевать). Хурамал. Тулă пула пуçласан, тилĕпе упа кайнă тулă патне. Якейк. Ах, ман сӳс лайăх полнă. Он сӳсĕ полиман-ха. Ib. Сӳсе, полса çитсен, шура (= шывра) выртарма йорамаçть, çĕрсе каять. В. С. Разум. КЧП. Улмийĕсем йывăç çинчен пула-пула тăкăнаççĕ. N. Ыраш пулаймасан, пырăп-и тен; ыраш пулсан (если поспеет), пырасси пулмас. Баран. 154. Кунта ӳссе пулнă йĕтĕн пит хака çӳрет. || Зачитываться. N. Пĕр тенки тепĕр уйăхшăн пултăр. || Быть готовым. Орау. Пирĕн хуттăрсем пулнă-и? — Çук-ха, юнкуна тин пулаççĕ (будут готовы на среду, в среду). Ib. Пери-пĕри япала тӳрлетсе пĕтерсен, тепри ăна кĕтекенни: пулчи? тесе ыйтать. N. Вара мăн-кĕрӳ, виçĕ тапхăрччен кайса, çамрăксан (молодых) алăкĕнчен таккать, çапла каласа: пулчи? Тесе. Орау. Сăмавар пулман халь (не готов, не на столе). Ала 21. Иван, эсĕ пĕре те ан хăра, пĕр хăрамасăр вырт та çăвăр, эсĕ тăнă çĕре карап пулĕ (будет готов), тенĕ, тет. Йӳç. такăнт. 14. Ну, çитет сире паян! Чарăнăр!.. Карчăк, пулчи санăн? Ib. 15. Ман пулнă. Манăн пулчĕ. С.-Устье. Паян пулчĕ, ыран пулчĕ, туй тума вĕрем çитрĕ, тет. || Деваться. Халапсем. Манăн вара пурттăм ăçта пулчĕ (куда делся)? Н. Карм. Шăппăр таста пулнă (не знаю, куда, делась метла), урай шăлма; витере-тĕк (если в конюшне), илсе кил-ха. || Очутиться. Якейк. Пĕре ора шуса кайсанах, çырма тĕпĕнче полăн (полмалла). N. Хăйсем ялĕ таçта ту айне пулса, курăнми пулса юлат. || Казаться. N. Вĕсем мана пĕтĕмпех пĕлмен çынсем пек пулчĕç. || Оказаться. Абыз. Виç валем пек пуçĕ пулчĕ, улт купа пек кĕлетки пулч (у убитого змея). Регули 585. Ку лайăх полчĕ она. || Доставаться. Янтик. † Ах, йыснаçăм Якку пур, сана пулас хĕр марччĕ, такçтан телей çавăрчĕ. (Свад. п.). N. † Ир те пулат, каç та пулат, каçа хирĕç çил пулат; ик хура куç сана пулат, килсе курсан мĕн пулат. Лашм. Сан пекки мана тата пулĕ, ман пекки сана урăх пулас çук. Якейк. Ман виç тенкĕ окçа онах (санах) полчĕ. || Попасть в наказание. Якейк. Полчĕ ĕнтĕ коншăн мана. Достанется мне за это. Регули 587. Сана полатчĕ те, эс килимарăн. КС. Полать сана мантан! Попадет тебе от меня. || Удаваться. Ст. Айб. Выльăх-чĕрĕлĕх пăхмасăр пулмасть, теççĕ. (Послов.). N. Мункуна киле таврăнасшăнччĕ те, пулмарĕ (не удалось). Кубня. † Анкарти хыçĕнче тилĕ юртать, хуса кӳртсе пулмĕ-ши? Пулмарĕ пуль çав хуса кӳртесси (не удалось, видно). Ау 64°. Эх, пулмарĕ иккен! Не удалось! N. Сире курасси пулмасть пулĕ? (не удастся). || Сбыться. Чăв. й. пур. 19. Ăна çав ашшĕ калани чăнах пулнă (сбывалось над ним). || Случиться, совершиться. Актай. Ту-ту ула ут, çула пулса вилми ут, ту хăпарса ăвăнми ут. (Кăткă). Альш. Ывăлĕ хăранипе каласа хурать, тет, старастана улĕм мĕн пулмасса (сообщает на всякий случай старосте, предупреждая, кабы чего не случилось). Регули 590. Халь йăвăр çолсам полчĕç (килчĕç). Букв. 1904. Темĕн, ачам, пурте чăн-ши вара вăл унта, терĕ. Çак ялта акă иртнĕ хĕлле чăнах та пуласса та пулчĕ ун пекки. Юрк. Лешсем те темĕн пулчĕ-тĕр, тесе, хăраса пӳртрен хăшĕ турчăка, хăшĕ ухват йăтса тухса, ăна: сана мĕн пулчĕ? тесе ыйтса пĕлеççĕ. || Быть занятым. Алших. † Тек авăнпа пулас мар, паранкă кăлармасăр юлас мар. || Притворяться, делать вид. Панклеи. Ачу (сын твой) килнĕ çĕре эсĕ чирлĕ пулса вырт (притворись больною). N. Лешĕ мĕн те пулин вăрланă пулать. Тот делает вид, что украл (в игре). Регули 171. Эп те ĕçленĕ пек полам. Ib. 335. Эп тытнă полтăм. Ib. 336. Вăлсам çине кала, вăлсам тытнă полччĕр, эпĕр мар. Ib. 361. Эп çакна тума полам. Ib. 360. Конпа çирĕм лаша вăрланă полам. || Обещать, обязаться. Юрк. Унта çынсене хăйпе кĕрешме чĕнет, хăйне çĕнекен çынна çирĕм пилĕк тенкĕ тӳлеме пулат. Альш. Вăрçĕччĕ, вăрçма юрамаст, мĕшĕн тесен вĕсем варçмасса пулнă. N. Пама пулнă. || Хотеть. N. Каясшăн пулнă. М. Карач. Вĕренсе тухсан, эпĕ пит вĕренме каясшĕн пулнă, вĕрентекен те пит парасшĕнчĕ. Çамр. Хресч. Мĕн тĕрлĕ эпĕ сана ярасшăн пулмарăм, çапах та эсĕ мана итлемерĕн. Как ни старался я удержать тебя (дома), но ты меня не послушался. || Истопиться. Городище. Мунча пулнă. Баня истопилась. Сред. Юм. Мунча пôлнă. Баня истоплена, готова (можно итти париться). Ст. Семёнк. Кăмака пулнă. Печка прогорела. || Coire. Городище. Эп Ванюкпа пулман. || Употребляется в чувашизмах. П.-Сорм. Унччен те пулмарĕ, тет, тимĕрç-лаççи патне çитрĕ, тет, çав çĕленех. Йӳç. такăнт. 52. Эпĕ çитеччен те пулмарĕ (не успел я подоспеть), вăл тăвар кисиппипе янклаттарса та хучĕ. Ала. Çавă ача пӳрте кĕрсессĕнех, пушăтне пăрахаччен те пулман, ачана çапнă та ӳкернĕ. Юрк. Вăл эпĕ çапла каличчен те пулмарĕ, кĕнеке аллинчех тытса тăнă. Эпĕ ăна сăнаман та. Эпĕ çапла каласанах, вăл мана вулама кĕнеке пачĕ. Ib. Ăна пулсан, тăванĕсем, ял çыннисем, пурте начар çынсем пулнă. N. Эпир пулсан, пĕр пус та ярас çук. Мы на его месте не послали бы ни одной копейки. Якейк. Иван полса Иван мантан колать. На что Иван, и тот надо мною смеется. Сенчук. † Ай-хай куккамçăм, инкеçĕм, чăнах пулмалипе пулнă иккен. СТИК. Ĕнтĕ эсĕ ачупах пултăн! Ты там все возишься с ребенком! Ну уж ты спаслась там со своим ребенком. БАБ. Хайхи хушпусене: мĕн пулсан пулат (будь что будет), пытарса хутăм. Ib. Мĕн пулсан та пулат (что будет, то будет), эпĕ те юмăç каланă тăрăх туса пăхам-ха. Пшкрт. Мĕн полсан полат, тавай кĕрсе пăхăпăр. Хĕн-хур. Мĕн пулсан та пулĕ (что будет), сик: ура хуçăлнине тӳсĕн, вутра çунниех мар. Янш.-Норв. Хайхине, мĕн пулин пулат тесе, пĕтем вăйăмпа: уççах! тесе кăшкăрса ятăм (крикнул на волка, который крался к вутăш'у). Ib. Унăн пек хĕр эпĕ кун чуллĕ пулнăранпа та курман (очень хороша). Сред. Юм. Пиччĕш пôлмин, ашшĕ пôлтăр. Для меня не брат, будь хоть отец (все равно). Ала 12. Малалла вара ватă хуçанăн унпа пырасси-тăвасси пулман, тет. Толст. Санран çĕлесси пулмĕ. Не сумеешь шить. Шурăм-п. Мана: çакăнта лар-ха! тесси пулмарĕ. Сёт-к. Пĕр тапрансан полмĕ-ха вăл йоласси. Когда примемся за работу, то уж не будем оставаться дома (из-за незначительного дождя). N. Ырана валли çак стихотворение вĕреннĕ пултăр (вĕренсе хунă пултăр)! У меня, чтобы к завтрашнему дню выучить это стихотворение. Регули 1505. Эп хам тума пĕлместĕп полсан, вăл мана вĕренттĕрччĕ. Ib. 365. Çапла тăвăр, мана тытмалла полтăр. Ib. 442. Тытса полсан, исе кил. Ib. 443. Ман атти килнĕ полсан, сан пата ярăп. Ib. 448. Сумар полнă полин, мĕн ĕç? Ib. 457. Вăл корнă полсан, çиленнĕ полĕ. С.-Устье. Çавнашкал (такой-то) салтак килсен, укçа илнĕ ан пултăр (чтобы с него не брать). Альш. † Илтнĕ пулăр хĕр-çынсем: çулла каяс ан пулăр. Регули. 310. Эп онта порнатăп полсан, халь ман пата килĕччĕ. N. Порăннă полнă, тет, пĕр ялта пĕр карчăкпа старик. N. Санăн ачу вилмен пулнă, вăл сиве шăнса вилнĕ пек хытса кайнă пулнă, халĕ пӳртре ăшăнчĕ те, авă сывалчĕ.

пулан

всякий, каждый, «бывающий». Альш. Пуланĕ патне те (ко всякому-то) тухма хăратăп эпĕ. Сред. Юм. Пôлан çынпа кăçта килĕштерсе пôрнан. Как с каждым уживешься мирно. Ib. Полан çĕре кăçта çӳрен, вăхăт çок вит. Ко всем как пойдешь, времени, ведь, нет. КС. Пулан ывăлах ашшĕсене хĕсеплемест çав. Ib. Вăл, ĕçе пулан çын тăваяс çук. Ib. Пулана çтан юрăн. N. Поланне те çтан парса çитерес. Кĕвĕсем. Пулан кайăксем те çывраççĕ, пĕр шăпчăк çеç калать сăввине. ЧП. Пулан ывăл-ача. Якейк. Полан çынна вăл ал памаçть (не здоровается за руку). Никит. Кушак пулан япалана чăрмаласассăн, тăман тухать. Туперккульос 24. Чир хăш енчен, хăш çынтан ерме пултарассине пулан чухне те пĕлме çук. N. Пуланĕ те хаклă. Всё дорого.

пулать

значит, выходит. Вишн. 60. Апла пулсан выльăхчĕрлĕх çимĕçĕ: аш, сĕт-турăх, çынна пит тасалантараççĕ, пулать. Орау. Чикке кайни — Çĕпĕре кайни пулать, пулать, вара. (Игра в лапти). N. Курушин та килсе перĕннĕ, пулать-и-ха кунта? Значит и Курушин здесь побывал. N. Мана конта ку чир тиврĕ, полать-ĕç-ха! Скотолеч. 4. Витене кĕрсен, лаша хырăмепе малти ури тунине пăхас пулать; вĕсем йĕпе пулсассăн, лаша выртнă, пулать (значит лежала). Кан. Кам акса кайнă, пулать-ха, ку анана. Кто, же, выходит, засеял этот загон? (Гов. с удивлением). Кама 25. Мĕн çитмерĕ вара? Манпа пурăнса йăлăхтарчĕ те пулать-и? Изамб. Т. Вут тĕртеп, теçе, хăратрĕ пулат. Это он мне пожаром пригрозил выходит. N. Укçа çитеймест пулать-ха (неужели денег не хватит) капла, тесе шиклене пуçланă вара. КАЯ. Кам кăна çавăрать пулать-ха? Кто же это его мог бы вертеть? (т. е. вертит. Гов. с недоумением). Сборн. по мед. Мĕнтен сарăлчĕ пулать ĕнтĕ вăл чир? Чем же объяснить распространение этой болезни? СТИК. Вăл ăçта каят пулат вара? Куда же это он идет? Ib. Халĕ вăл вырăнта нимĕн çук-ĕçке, ăçта кайса пĕтрĕ пулат-ха (куда же все делось). ЧС. Эй сурăхăмсем! çиккелесе кăна çӳретĕр-çке, те кусене ешĕл курăк юрамарĕ пулать, мĕшĕн çитерме ятăмăр-ши. Якейк. Карăм полать он патне. || Якейк. Илтĕм полать çав осал япалая! Стоит покупать такую дрянь! || Будто бы. Нюш-к. Пăкачав чухне питĕ нумай укçа çĕр айне пытарнă пулать. N. Адам çĕрĕн пĕр енне, Евă тепĕр енне лекнĕ пулать, вĕсене турă çиленсе çапла тунă пулать. (Из сказки). Баран. 57. Епле вăл çук пулать? Как это нет? См. Оп. иссл. чув. синт. II, 127.

пулин

(пул'ин'), пусть, ну так что же? См. Оп. иссл. чув. cинт. II, 165. Регули 439. Вăл сумар полчĕ; полин, мĕскер тăвас. СТИК. Кайнă пулин вара... мана мĕн ĕç! Мне какое дело, пусть ушли. || Несмотря на то... хотя. Регули 1516. Хăва хоçа полин те, çаплах ĕçлет. Ib. 1500. Вăл пурмис полин те, эп онтан хăрамастăп. Б.-Яуши. † Кăвакарчăн кăвак та, чĕппи нумай, чĕппи нумай пулин те, ай, сĕчĕ çук. N. Хам пĕчĕккĕ пулин те, чăрмавăм пысăк пулайчĕ. Актай. Аçуна вĕлерчĕ пулин те, кайнă чух улма пулса ларăпăр, вĕсем, ăна çисе пăхсан, вилĕç, тесе каларĕç, тет. Якейк. Йăван полин Йăван çынтан колат. || Даже и... Торп-к. Хум-пуç калать тет: эсĕр уна та пулин (даже о такой малости) калатăр; эпĕ кĕсре куртăм, утмассерен тиха тăвать те, уна та пулин (даже о такой удивительной вещи) каламастăп. || Хотя бы. N. Вăл та пулин ан пăрахтăр. Менча Ч. Камăн хăйĕн аш-пăш, сăра тума хăмла-салат çукки сутăн та пулин илсе хатĕрлет (хоть купит да приготовит, т. е. хотя бы даже пришлось купить, а все-таки купит). Янтик. Салам ярса салам çитмесен, хăвăр та пулин килсе курсамăр. Ачач 71. Апла пулин те. || Кабы, если бы. СТИК. Эсĕ мана ăна каланă пулин, атту каламан мĕн туман, ыйтатăн (кабы ты говорил мне, тогда другое дело, а то чего приставать). || Урмай. Кучĕ (хлеба) хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пысăк пулин пар. (Моленье). Т. VI, 25. Пĕсмĕлле, турăçăм-пӳлĕхçĕм, выльăх-чĕрлĕхшĕн те пулин çырлах; пĕр вĕçне картана, тепĕр вĕçне шыва пар. Кĕсре хыççăн тиха ертме пулин пар, сурăх хыççăн путек ертме пулин пар. || Иногда имеет то же значение, что пулсан. Альш. † Ăсатассăр пулин час ăсатăр: пусмăр çине тухса тĕсетĕр. Ib. Тырри пулин тырри, чăххи пулин чăххи, темĕн те пуçтаратчĕç, тет. || Из-за, ради. Ерк. 54. Мула пулин уйрăлчĕ ула утран Патерек — виçĕ тăван савăнчĕ ку лашашăн темĕн пек. || Часто входит в состав неопределенных местоимений и наречий. О сохр. здор. 20. Çавăн пек чирлĕ çынсенчен чир кирек мĕнле япалана та пулин çыпăçса ерсе юлать юлатех. || Что касается до... Ст. Шаймурз. Ашшĕ пулин, улпут пулса пурăнат, тет, ывăлĕ халĕ те патша пулса пурăнат, тет. (Сказка). Альш. Çуркунне пулин пĕтĕмпе яла шыв кĕрет. Ib. Ача-пăча çула пулин пĕрер кăкшăм ăман чавса кăларат та навус айĕнчен, каят эрттилпе Этремен хĕррине вăлта хыптарма.

пулĕ

(пул'э̆), возможно, пожалуй, вероятно. Ала. Евгений каланă: пулĕ, кунта пĕр маях килеççĕ те, пĕлместĕп, тенĕ, тет. Цив. Ухмах кукша кăмака çинче выртнă çĕрте пӳрте çунтарса ярать пулĕ ĕнтĕ (того гляди сожжет избу). Орау. Эпĕр: эсĕр пулĕ, тесе. Мы думали, что это вы. N. Пулĕ те пулĕ. Возможно, что это не так. Регули 455. Эс памастăн полĕ она. Якейк. Онта ват-çынсам та полĕ (возможно есть). ЧС. Пичче хурăнташсене чĕнсе килчĕ те, масар çине шăтăк алтма пĕр сакăр çын пулĕ ярчĕ. Ст. Чек. Вăл ачине шкула ярасшăн-ха пулĕ çав (вероятно). Сенчук. Эпĕ çавăн чух пер вуниккĕре пулĕччĕ çав. В то время мне, вероятно, было лет 12. Коракыш. Сана патша касатех пулĕ (наверно казнит. Сказка). Бес. чув. 4. Темĕн, эпĕ пĕлместĕп сана, эсĕ хĕнеместĕн те пулĕ (возможно, что ты и не бьешь), анчах ху лашуна хĕненине эсĕ пĕлместĕн. Регули 376. Манăн ыран ярас полĕ (пожалуй). Султангул. Чĕппи асне килет-ши? Килмесен те килмест пулĕ (возможно, что и не приходит на память), унăн чĕппи тата пур. Панклеи. Айта, Чип-чип вăрмана потрана кайăпăр, теççĕ (говорят они). — Халь пир тĕртеп, пыримастăп полĕ, тет (отвечает). Янш.-Норв. † Пахчи, пахчи пах улми, чи тăрринче сар улми, илсе каяс сасси пур; кайăçин те кайĕç пулĕ (возможно, что и унесут), пирĕн пахчара тата пур. Альш. Ачи каланă: сутнă пулсан сутнă пулĕ (продано так продано), каяп эппин эпĕ асатте патне, тенĕ. || Должно быть. N. † Каç пулать пулĕ тесе хăрамастăп, уйăх çути пулмин, çăлтăр пур. N. Чăтулăх пачĕ пулĕ. N. Вĕрентĕмĕр пулĕ. || Приблизительно. N. Çавăнпа Якур çаранне кашни çул, пĕр 3-4 хăлаç пулĕ, шыв çисе пăсса ишсе пырат. Хир-б. Çăмарта икĕ çĕр пулĕ (обозначает приблизительное число чего-нибудь), кĕрпе пĕр пăт пулĕ, çупала сĕт икĕ витре пулĕ.

пулсан

для, по (послелог). N. Уншăн пулсан ватти те, çамрăкки те, пуянĕ те, ыйткаласа çӳрекенĕ те пĕр пекчĕ. Юрк. Мана пулсан, сире тиркемелĕх вырăн çук пек. По моему мнению, вами брезговать нет оснований. N. Оншăн полсан, по его мнению (ирония).

полицейски

полицейский. Шинар-п. Пĕр вăрă-хураха нумайччен полицейскисем шыранă.

Полуй

назв. холма. Яргуньк. Пĕр Полуй тиекен тĕмеске вырăн çинчи пĕр лап-лапчăк, лутра хорама кутне нохрат, окçа, тата салат пăтти номай пăрахаççĕ.

пулусса

полоса, межа. Альш. Аслă çула маййăн та, ăна урлă маййăн та хирте пулуссасем тунă: пĕр хăлаç пек акман çĕр хăварттарнă. || Сред. Юм. Пôлôсса, полозья железные.

полтăр

(-ды̆р), сени. Тюрл. См. пăлтăр. || Летнее помещение для жилья, с окнами. Ягудар. Полтăр, çӳл кĕлет. Ик-виç чӳречеллĕ, е пĕр-ик окушкаллă.

пултăр

(пулды̆р), общее название младших братьев и сестер жены (для мужа), а также младших братьев и сестер мужа (для жены), т. е. младшие шурья и младшие свояченицы, младшие деверья и младшие золовки. ПУ. Пултăр — 1) шурин, 2) свояченица, З) деверь, 4) золовка. Сред. Юм. † Йысна пултăрĕ пулаччин, сарă кĕрĕк пулас та; йысна çинче çӳрейрес. Инке пултăрĕ пулаччин, пурçăн тутăр пулас та, инке пуçĕнче çӳрейрес. Н. Карм. Пултăр — арăмăн шăллĕ; его жена — кин. Пултăр — арăмăн йăмăкĕ (муж её — пуçана). ЧП. Тус пултăрпе кайăттăм, тус вăрçасран хăратăп. N. Полтăр, младший шурин и младшая свояченица. Кан. Хунямăшĕ-карчăккипе ывăл пултăрĕ. Ее свекровь н деверь (моложе мужа). Альш. Пултăрĕ, «хĕрсемми», ертсе каят ăна пусă кутне. Торп-к. Пултăр — арăмин шăллĕпе йăмăкĕ. К.-Кушки. † Энтĕ пĕр аппаçăм, пĕр йыснаçăм, сирĕн савнă пултăрăр пулăттăм. (Ĕçкĕ юрри).

пултран

борщовник. Т. Николаев. Вомбу-к. Полтран. Сред. Юм. Пултран — вăрманта, анкартисĕнче пулакан, хăвăл кĕпçеллĕ курăк, тунисĕм çинче çӳлçисĕм мăшăрлăн: пĕри пĕр енче, тепри тепĕр енче, вĕçĕнче анчах хăрахăн çӳлĕçлĕ.

пумелкке

(пумэл'ккэ), поминки. Аттик. Пирĕн таврари чăвашсем: вилнĕ çын пирĕн патăртан пумелккине тумасăр уйăрăлса каймасть, теççĕ. Вăл пумелкке тăваччĕн пирĕн пата кашни çĕр хăнана килет, теççĕ. Ib. Çиччĕшĕнчен кайран тин пумелккине тăваççĕ. Пумелккене тĕрлĕ вăхăтра тăваççĕ. Чухăнтараххисем вилни виç эрне иртсенех тăваççĕ, пуйтараххисем çич-сакăр эрнерен тин тăваççĕ. Арçын вилĕ леш тĕнчере те кунти пекех лашапа çурет. Хĕрарăм вилĕ ĕне-сурăхпа çӳрет, теççĕ. Çавăнпа пумелккере, арçын вилĕ пулсан, лаша е тиха параççĕ. Хĕрарам вилĕ пулсан, пăру е сурăх параççĕ. Ib. Вĕсем пумелккине тăваччĕн вилнĕ çын лештĕнчере çын çăмне çыпçаймасть, теççĕ. Пумелккине тусан тин леш тĕнчере вырăн парать, теççĕ. Ib. Вăл пумелкке выльăхне ахаль выльăха пуснă пек сĕре (= зря) пусмаççĕ, ăна пусас умĕн пĕри укăлча тул ăшне тухса, масар еннелле пăхса, вилнĕ çын ятне кала-кала акă çапла чĕнет: эй (ятне калать), сана çӳрен тиха паратпăр (тиха пусаççĕ пулсан), илме кил! тет. Тихине вара тин пусаççĕ. Пуçтарăнса çитсессĕн, вара вилле, пумелккене чĕнме тесе, масар çине хĕр-туя кайнă пек лаша кӳлсе, мăшăр хăнкрав çакса, пĕр витре сăра, пĕр штав эрех исе, çич-саккăрăн ларса каяççĕ. Вĕсем, масар çине çитсен, туртса кăлараççĕ сăрапа эрехе те, ĕçе-ĕçе вилле акă çапла чĕнеççĕ: эй (ятне калать), сана сăрапа, эрехпе чĕнме килтĕмĕр, айта пумелккене, санăн тую валли çавна-çавна илтĕмĕр, çавна-çавна турăмăр, ĕçсе çиме пыр! теççĕ те, ĕçсе ярайман эрех-сăрана тăкса хăварса, киле тавăрăнаççĕ. Килте вара тин пумелкке пуçланса каят.

пумилкке

пумилке (пумил'ккэ), поминки. ЧС. Собр. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн пумилкине е пĕр эрнерен, е уйăхран туса иртереççĕ. Пумилкине тунă чухне пĕр тиха, тата урăх япаласем пысаççĕ, ашне хума ĕстел-пукан илеççĕ те, виçшер лашапа, шăпăрпа, пĕр вар пуçне кайса, ашне хуранпа пĕçерсе çияççĕ, тата хăйсемпе пĕрле вилнĕ çынĕ те пукан çине ларса çиет, теççĕ, Ала 73°. Песни на поминках по умершем (пумилкке юрри). После смерти взрослого человека или старика в положенный родственннками умершего день чуваши справляют поминки по нем. День для поминок выбирают чаще осенью, после уборки хлебов. Гости сначала едят и пьют в избе, а потом выходят на улицу, где против дома умершего ставится чурбан. К чурбану с одной стороны прикрепляется свеча. По выходе гостей из избы свеча на чурбане зажигается, разводится костер около чурбана. Скрипач играет на скрипке, один или двое из гостей пляшут на разгоревшемся костре до тех пор, пока не потухнет костер, а остальные гости в это время кружатся вокруг чурбана и поют следующие песни. 1. Çурăм пуçĕ килет шуралса, шурă пир карсан та чарас çук; хĕвел тухĕç килет хĕрелсе, хĕрлĕ хăмаç карсан та чарас çук; пирĕн иртсе пыракан ĕмĕрĕмĕр, шурă чаршавă карсан та чарас çук; телейрен иртекен çутă тĕнче пиртен те юлĕ-çке çак тĕнче. 2. Асаттеçĕм, асатте (если молодой умерший, то вместо слова «асаттеçĕм, асатте» поют «тăванăм» или имя умершего), çурăмпуç килет шуралса, санăн сăну çук-ĕçке; чĕкеç килĕ — чивĕлтетĕ, санăн чĕлхӳ çук-ĕçке; ир тăрсан та, каç выртсан та, сан вырăну пушă-ĕçке; эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Ст. Чек. 'Пумилкке. Пăру, сурăх пусаççĕ, сăра тăваççĕ, çимĕç тăваççĕ, эрех илеççĕ, çĕр чĕртеççĕ (= çĕр-хута лараççĕ). Малтан пуçтарăнсан кĕпер патне тухаççĕ: унта чăхă пусса исе тухаççĕ, çиеççĕ асăнса, хывса масар çине каяççĕ, кĕпер хываççĕ, вилнĕ çынна каçса çӳреме Сĕтел-тенкел лартса хăвараççĕ унта, асăнса çиеççĕ. Масар çине кайсан, вут чĕртеççĕ. Хĕрес çумне юпа лартаççĕ, юпи çине çурта çутса лартаççĕ. Хăпарту, чăкăт хураççĕ. Ăрама çуртисене — мĕнĕсене исе тухаççĕ, ĕçеççĕ-çиеççĕ, вут хураççĕ, таптаççĕ, ташлаççе. Çав эрнерех эрнекун хутăштараççĕ — ĕлĕк вилнисемпе пĕрле асăнса çиеççĕ: пĕр çĕре хутăштаратпăр, пĕрле çӳрĕр, тесе. Çын вилсен, ăратнене, качча кайнă хĕрĕсене чĕнеççĕ. Арçын вилсессĕн, арçын: çывăхраххи, тетĕшĕ е ывăлĕ, çăват; хĕрарăма хĕрарăм çăват: хĕрарăма та, арçынна та шур кĕпе, шур йĕм, ун çине сăкман тăхăнтараççĕ. Урине: атти пулсан, аттине, кĕçатти пулсан, кĕçаттине, тăхăнтарса вырттараççĕ; арçын пусан, çĕлĕкне хураççĕ; арçынна шăшлĕ, тура хураççĕ. Тăприне хăне, çывăхраххи, çĕр пуçлакан малтан ярат пĕр кĕреçе. Çӳппи-çаппине, тупăк тунă чухнехи турпасĕсене масар çине кайса тăкаççĕ. Пытарса килсессĕн, пĕр читвĕрт эрех ĕçеççĕ. Виç кунĕнче така е сурăх пусаççĕ. Умĕнче пултăр! тесе çурта çутса çиеççĕ ăратнепе. Юппиччен [т. е. до общих поминок, которые бывают в «Юпа уйăхĕ»] эрне каçсерен çурта çутса асăнаççĕ, хываççĕ пумилкке тăваччен. Кĕркунпе, кĕрхи-сăрара пумилкке тăваççĕ, ăратнисене, хурăнташĕсене, ютрисене чĕнсе пумилкке тăваççĕ. Пумилккене шăматкун каç пуçлаççĕ. Ăратнесем, ютсем пĕçерсе пыраççĕ çимĕç: пашалу, çăмарта, кулачă илсе; çывăхраххисем — ялтисем тет ютрисем те — килсерен чăхă е автан пусса палăштух эрех исе пыраççĕ. Пурте пуçтарăнсан, аслă кĕпер патне, çăл патне каяççĕ пĕчĕк сĕтелпе тенкел лартса: умăнта пултăр, тесе хывса хăвараççĕ. Хĕвел ансан, е тĕттĕм пулсан, масар çине каяççĕ хывма. Унта килтен çимĕçсем: автан, çăмарта, хăпарту, эрек, сăра, пыл — камăн пур, исе каяççĕ. Малтан çиеççĕ асăнса, унтан хываççĕ. Савăтсене çавăнтах çĕмĕрсе хăвараççĕ. Масар çинчен килсен, ĕçеççĕ-çиеççĕ, купăспа ташлаççĕ, юрлаççĕ. Çурçĕр тĕлĕнче тата лартса çитереççĕ: çиекенĕ çиет, ĕçекенĕ ĕçет, хуçа ĕçтерет, юрлакан юрлат, ĕçекен ĕçет, çывăракан çывăрат. Килекенепĕрне аçа куркинчен (особый ковш на поминках) ĕçтереççĕ те, леш: умĕнче пултăр, тесе, пĕр пус-и, икĕ пус-и курки çине ярат та, ĕçет. Çав укçасене пуçтарса эрек илеççĕ. Çутăлсан çав эрекпе, сăрапа ăрама тухса, купăспа ташласа, юрласа ĕçеççĕ. Кайран, ĕçсе пĕтерсен, аçа куркине: умăнта пултăр, тесе, тапса çĕмереççĕ. Унтан вара ăратнене каяççĕ. Кам исе кĕрекенĕ патне пурин патне те кĕреççĕ. Унта та купăспа юрласа, ташласа ĕçсе-çисе çӳреççĕ. Пумилкке тусан пĕр эрнерен ăратнесене чĕнсе хутăштараççĕ. Çурта çутса асăнса: пĕр çĕре хутăштаратпăр, уйрăм-суйрăм ан çӳре, тесе асăнса ĕçсе çиеççĕ. Н. Седяк. 'Аслă пумилкке. Кăнтăрла иртсен çын чĕнеççĕ те, вилнĕ çынна асăнса выльăх пусаççĕ. Çак выльăха пуснă чух кăшт шăпăр калаççĕ. Тепĕр çамрăкрах ачана выльăх пуссан кайран лаша утлантарса хурăнташсене чĕнме яраççĕ. Лаши мăйне шăнкрав çакаççĕ, ачи çурăмне тутăр çакаççĕ, умне мăй-çикки çакаççĕ (тенкĕрен тунă). Ялти хурăнташсене чĕнсен, масар патнелле кайса çапла калать: (ятне) выльăхна илме пыр, тет. Пур хурăнташсем эрех, пыл, хăшĕ сăра илсе пыраççĕ, унтан вара хываççĕ те, кăларса тăкаççĕ. Пумилккере шăпăр, кĕсле, купăс каласа ташлаççĕ. Çĕрле пулсан, лашапа нумайăн масар çине каяççĕ. Çынсем каяччен, хайхи чĕнме кайнă ачана пĕр пиçнĕ чăхă ашĕ парса яраççĕ; çак ача пуринчен малтан кайса ашне вилнине асăнса çиет пĕчченех, вара лешсем те лашапа пырса çитеççĕ. Унта хываççĕ, ĕçеççĕ, ташлаççĕ. Çапла ташласа иртерсен, пурте киле таврăнаççĕ те, çĕрĕпе ĕçеççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ, хăшĕ (конечно) макраççĕ. Ирхине пулсан, шурăмпуçпе хапха тул енне, урама тухса иртерсе яраççĕ. Урамра киле лартаççĕ, ун çине вилнĕ çынна хывнă чашăка лартаççĕ. Хайхи, чĕнме кайнă ача, виçĕ хут ташласа çаврăнать те, киллине урипе тапса йăвантарать, вара вăл килĕ темиçе кун выртать урамрах. Унтан вара пумилкке пĕтет. Масар çине, вилнĕ çыншăн тесе, чашăк, кашăк, чĕрес пăрахаççĕ; ашне çисен, шăммисене те çавăнтах кайса пăрахаççĕ. Вилнĕ çыншăн асăнса лашă пуснă пулсан, нăхта кайса пăрахаççĕ. Пирĕн масар çинче нахтасем выртса çӳреççĕ. Вилнĕ çынна чăвашсем çулталăкра виç-тăват рет асăнаççĕ. Çын вилнĕ çултан пуçласа виçĕ çимĕкре масар çине лашапа урапапа кайса асăнаççĕ (хываççĕ). Çимĕк умĕн кĕçнерни кун масар çинче çын питĕ нумай пулать асăнакан. || Так бранят лошадь (годна на заклатие на поминках). N. Ах, пумилкке, мур!

пупуй

(пубуj), побои. СПВВ. ЕХ. Пупуй — хĕнени. СПВВ. ТМ. Пупуй-хĕнени; пĕр-пĕр çынна хĕнесен: ай-ай, ку пупуя таса илчĕ, теççĕ.

пупле

попле (пупл'э, попл'э), говорить, поговорить, беседовать. Регули 143. Эп илтрĕм эсĕр мĕн попленине. Ib. 120. Çӳрес пек поплерĕ. Ib. 116. Эп онта ĕçлессине поплерĕм омпа. Ib. 115. Эп омпа поплерĕм лере тыр сотмассине. Ib. 24. Эп онта поплемешкĕн килтĕм. Ib. 1078. Вăл попленипе онта никам та порăнмасть. Ib. 769. Поплеççĕ, вилнĕ тесе. Ib. 136. Вăл (онăн) поплени онта. N. Пуплерĕ, пуплерĕ: пуп тесе ахаль каламан иккен! (Отзыв чувашина о попе). N. † Йори килтĕм çак хоçа патне çавра-çавра поплеме. Бгтр. Онтан кĕпĕр айне вĕçсе анчĕç, тет те, такамсампа поплеме поçларĕç, тет. N. Асту, чипер попле! Смотри, говори осторожнее! Бр. п. водку 8. Тĕрĕссипе каласан, сахал пуплет Пĕтемей (не разговорчив). N. Вăл пупленĕ чухнех чуть ытлашши сăмах калаçма та юратмаçть, тет. N. Сана пĕре килти пек корса поплĕтĕмччĕ. || Любезничать, заводить любовную интригу. N. Арăмĕ полсан та, çын арăмсемпе поплеме йоратать. N. Манпа поплес текен хĕр нумай. || Осуждать. N. Çын çинчен попле, осуждать ближних. || Говор, наречие. Синьял. † Çак ял ачисем пĕр манер, пупле майне пĕлмерĕм. N. Ун пек ялсем пуплине пур çынсем те пĕлеççĕ.

пур

в соединении с именами означает: каждый или весь. Кан. Пур çуртĕнче те (во всех домах) çитменлĕхсем куçа курăнаççĕ. N. Пирĕн енче пур тырă та акаççĕ. Баран. 93. Пурин кĕмĕлне те миххи çăварне хур. Шурăм-п. Пирĕн яла çитсессĕн: хĕрлĕ Кĕркури ăçта пурăнать, тесе, ыйтăр анчах сире пур ача та кăтартĕ. N. Ман ятăм ĕмĕр пĕтичченех унта пултăр, манăн куçăмсем, чĕрем пур кун та унта пултăр. Качал. Хĕр Йăван ăттине хыврĕ, тит те, виçĕ хут пур вăйран (изо всех сил) çапрĕ те, Йăван тăчĕ. Якейк. Килти пор çын та тола тохрĕ (но: не «çынсем»). Килти çынсем пор те тола тохрĕç (но: не «çын»). Тяптяево. Вот епле вĕсем пăкăр вăрмана çитрĕç, пăкăр вăрманта пăкăр çулчăсем, эпĕ пĕр çулчине татса илтĕм те, пур вăрманĕпе çулчăсем тăкăнма пуçларĕç. Завражн. С Е. хăй хорăнташĕсенчен пор çĕртен те иртерет. Регули 1005. Пор çынсам та конта. О сохр. здор. Тăпра ăшĕнче темĕн-те-пĕр çĕрме пултарать: пур ӳсекен курăк-улăм, пĕтĕм пахча-çимĕç, пур пăх-шăк вилĕ çĕре çăрăнса кĕреççĕ те, унта исленсе выртса çĕреççĕ. Синерь. Тепĕр пӳлĕмне кĕчĕ, тет те, унта уçса пăххăþ — ылтăн, тет, пур пури (= пурри) выртат, тет. N. Çак ĕçсене пурнех те туса пĕтерсен. N. Пуриннинчен те хаклă. Чув. пр. о пог. 13. Хĕвел тухăçĕ пур тĕслĕ пулсан, çăмăр çав кунех кĕтес пулать. Если при восходе солнца небо окрашивается во все цвета, нужно ждать в этот день дождя. Регули 1007. Пор тĕслĕ те туса пăхрам. || Всё. N. Мана пурне тума та ирĕк панă.

мĕн пур

все наличное, все имеющееся. Пшкрт. Манăн мĕн пур япалине (вещи). Кан. Пит-куç çăвакан çĕрте мĕн пур çемьине (для всей семьи) пĕр алшăлли çакăнса тăнă. ТММ. Мĕн пур унпала, типĕ пăтă çупала.

пурĕ

весь; всего. N. Пурĕ е 35, е 40 ачаран ытла пуçтарăнмасть. Истор. Вĕсем пурĕ вун пĕр княç пĕрле пулса Киеве кайнă. Чем люди живы. Каласан, Михала мĕншĕн санран ку тĕрлĕ çутă килет-ши, мĕншĕн тата эсĕ пурĕ виçĕ хутчен култăн? Ачач 52. Кунашкал пухура Тимуш пурĕ виççĕмĕш хут пулать ĕнтĕ.

пурĕ-пĕр

все равно. Юрк. Юрĕ ĕнтĕ, пурĕ-пĕр, тет упăшки. Ib. Мĕн çинчен вуласси мĕнĕ акă çак кĕнекере тĕнчере епле çынăн пуç мимийĕ йăвăр, çавăн çинчен çырнă. — Йăвăр-и, çăмăл-и, пурĕ-пĕр-тĕр? — Йăвăр мимеллисем чăн ăслă çынсем пулаççĕ. N. Ули санăн пултăр, терем те: хĕрпи те пурĕ пĕр ĕне (такая же корова), теççĕ.

пур пек

всякий. Синьял † Тухрăм карăм улаха, пур пек тантăш пур те пур, пĕр чун савни анчах çук. Ib. † Чупрăм антăм çырмана, шерепе шăрçа юхса тухрĕ, пур пек шăрçа пур те пур, ылтăн шăрçа анчах çук.

пур-пĕр

все равно. Четырлы. Çапла вара ĕлĕк хресченсен нуши тырă пулнă çул та пур-пĕрех пулнă. Ib. Тырă пулнă çул та, тырă пулман çул та пур-пĕрех нуша пулнă. См. пурĕ-пĕр.

пур

слово, означающее существование, бытие, по-русски переводится: есть, имеется. См. Матер. 338. Регули 852. Он ончол тырă пор. Ib. 29. Онта ĕçме квас пор. Ib. 419. Ман окçа пор, манăн окçа номай пор, номай окçа пор. Ib. 416. Çавăн пак çынсан пор. Ib. 380. Ĕç пор чох эс тума çок, ĕç çок чох эс пор. Ib. 287. Вăл хăнасам портан килмерĕ (от того, что были гости). Ib. 420 Ĕнер çомăр порччĕ. Альш. Шăпчăксем авăтать, çĕр сайралать, епле тул çутăлми çĕрсем пур? М. Васильев. Карчăксĕм, маткасĕм — кĕшши йĕрекени те пор (некоторые плачут). О сохр. здор. Вăл (больной) хăй патĕнче çук çынсемпеле унта пур пек калаçать (в бреду). Сред. Юм. Чирлесе пôрнакан çынна ни ĕçлеймес, ним тумас, пôрĕ-çôкĕ пĕрех ôн, теççĕ (существует он или нет — безразлично). Тоскаево. Пур чухне пунеттей, çук чухне святой, теççĕ. (Стар. поговорка). Чăв. й. пур. ЗО. Пура салатса çука шырасси пит хĕн. Бюрг. Усал хаяр пире мĕн каламĕ çук сăмахсене пур туса (выдавая небылицу за истину). Коракыш. Сарма, эсĕ пур-и (ты здесь)? N. Ан вула кĕнекӳне, пирĕн урăх халап калаçмалли пур (нам нужно поговорить о другом), теççĕ. N. Ача калать, тет: çапăçу пур çинче кĕрешӳпе мĕн тăвас (раз есть возможность подраться, так зачем бороться), тесе калат, тет. Шурăм-п. Пĕвĕ пур — çĕмĕрт пек, пичĕ пур — чечек пек. СТИК. Калас, калас сăмах пур, сана питĕ каласа хăртăттăм та... Ib. Тăвас, тăвас ĕçсем пур (= питĕ кирлĕ, тумалли ĕçсем пур), çук, пушанаймастăн. Ст. Ганьк. † Калас, калас сăмах пур, кăмăлу юлас çĕрсем (места) пур; санăн кăмăлна хăвариччен, хамăн кăмăл юлайтăр. Кан. Мĕн çук япаланах пур тума тăрăшас. N. Тумтир пурскерĕн укçи те пур пулĕ. М. Тиуши. † Вуник кушак пур çинче (раз есть двенадцать кошек) пирĕн кашăк çăвас-и? Çĕнтерчĕ 9. Ах, мĕншĕн пур-ши эп! Мусирм. Анна пур, Иван пур (старинный оборот, встречающийся в народных песнях). Ib. Ай-хай тантăш Анна пур, çич ют кулли пулайчĕ. Ib. Çынсем хăнана çӳреççĕ, эсĕ пур (а ты) ниăçта çитме çук. Альш. † Ĕнтĕ пĕр аттемçем те аннемçем, сирĕнех те сывлăх пурринче кĕçĕн пуçма асла хураймăп. Юрк. Эсĕ пур-тăр, унта куллен кун манран çыру кĕтсе выртатăн пулĕ. Янтик. Тур пур (клянусь богом), эп санне нимĕскер те илмен (или: хĕвел пур, уйăх пур — клятва). ГТТ. Пĕри калать, тет: чăвашла çапла калаçма та пур-ши (неужели по-чувашски есть такие обороты)? тесе калать, тет. В. Олг. Аттин лаши пор çинче перĕн тойран йолас-и? Чаду-к. Тилĕ тус пур-ши, кума-пулма пырать-ши, тет. Ст. Айб. † Кăчăр-кăчăр çын çиет, пур çинчен мар, çук çинчен (не имея к тому оснований). || Имеющий достаток, зажиточный. N. Сыв пул та, пур пул, пуртан çука ан юл. ЧП. Пур çын ывăлĕ (сын богатого) мухтанать ашшĕ-амăшĕ пухнă мулĕпе. N. Сыв пулăр та, пур пулăр, пурте ман пек ан пулăр. (Стар. поговорка). Айдар. † Сывă пулăр, пур пулăр, пурте пирĕн пек ан пулăр. (Солд. п.). Сред. Юм. Пур çын кусси кăçта кусан. («По одежке протягивай ножки»). || Достаток, запас. N. † Ик каччине пăрахса, пĕр каччине тус турĕ, кĕпе турĕ, йĕм турĕ, çулталăка пур турĕ (сделала себе запас на целый год), ывăл турĕ, хĕр турĕ — ĕмĕрлĕхе йыш турĕ. Чăв. й. пур. 32. Кĕрӳшĕ хăй те пур çине пур тума пушкарайман. N. Хăй пур çине пур тăвас тесе пĕртте шухăшламан (не стремился к наживе). СПВВ. Пур çине пур тăвас. Регули 289. Çокпа çӳресси онта, порпа çӳреме лайăх. Орау. Пур чухне путене, çук чухне карăш. Пур чухне пылпа, çук чухне шывпа. || Жив. Юрк. Ашшĕ пур чухнех Карачăм шăллĕ патне хунчăкăш лашипе кайса пăхат. Ib. † Атте-анне пурри — кил илемĕ. N. † Атте-анне пурринче усал-хаяр çĕнеймест. П. Пинер. † Атте-анне пурринче мĕн шухăш пур çамăрăкăн пуçĕнче. Собр. † Аттепеле анне пурринче ырлăхраччĕ пирĕн çамрăк пуç. Çĕнтерчĕ 44. Вăл пур çинче (пока он жив) çын айне кĕмĕп-ха, çын хурĕ пулмăпăр (нас никто не обидит)! Хурамал. Патша пынă, хĕрин алăкĕ умне пырса чĕннĕ: хĕрĕм, эсĕ пур-и (жива ли ты), сана кам хăтарчĕ, епле хăтăлтăн? тенĕ. (Из сказки). М. Тиуши. Атте-анне пур çинчен пире тата мĕн кирлĕ.? Сунт. Атя! Вилмĕн халĕ эпĕ пурринче. || Можно. Нюш-к. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Альш. Хĕлле кăна шурта çӳреме пур. Çула çулсем çинче пĕтĕмпе шыв. N. Сурана-юхана чăркаса çыхма пур. || С причастиями входит в состав особых чувашизмов. Орау. Вăл пӳлĕмре çывăрсан, ир вырăна йăтса тухнă чухне те, стаккансене перĕнçе ӳкерсе çĕмĕрес пур, унта выртмастăп та. В. Олг. Манăн коккăль туас пор. Мне надо испечь пироги. N. Ун пек çырас пор, пиçмо та çырас мар. Орау. Çимас пур (раз не хочешь есть), мĕн ларан сĕтел хушшине? Н. Сунар. Мĕн кĕтсе тăрасси пур тата? Ачач 73. Мĕн икĕ ĕмĕр пурăнас пур-им? Ау 181°. Эй ачам! тесе калат, тет, амăшĕ, — хăçан çитерес пур (накормишь), — тесе калат, тет. Толст. Ăна мĕн вĕтесси пур? Чего ее бить. Регули 71. Манăн ĕçлес пор. Ib. 377. Эп тăвас пор, эп килеттĕмччĕ. Ib. 378. Эс тăвас пор, сан килесчĕ. Кан. Мĕн хамăртан пухасси пур унта? СТИК. Мĕн ямалли пурччĕ çавăн патне çыру. Какая была надобность писать ему письмо! Напрасно написал. Сёп-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкпе. ЧП. Чӳречĕрсем çинче виçĕ мерчен, хăçан ярăмланса тăни пур (бывают ли они когда нанизаны на нитку)? Тораево. Эпĕ ăна икĕçĕр тенке сутатăп, кам илекен пур? || Собр. Хĕрт-сурт вăл хăш пур киле кăмака умĕнче ватă карчăк пулса кĕнчеле авăрласа ларат, тет.

пурак

бурак. Ширк., КС., Хорачка, Шибач. Тюрл. † Хорăнтан пурак тăвăттăм, хорăн хоппи сĕвĕнмес. Яргуньк. Хурăн хуппинчен пурак турĕ, тет. СПВВ. Пурак = пырак. Бр. п. водку 2. Ача хурăн хуппинчен пурак тума тытăнать. Шишкин. † Хорăн тăрне хăпартăм, пĕр пураклăх хоппишĕн. || Кузов. V. S. Ядр. † Пиçнĕ-пиçмен çырлашĕн пурак илсе тухас мар. || Табакерка. N. Çынни пурак кăларчĕ, тет те, сăмсине тапак турта пуçларĕ, тет. || Икры сапог, твердая часть голенища. Шорк. Аттин пуракки анса кайнă ĕнтĕ.

пурăн

порăн (пуры̆н, поры̆н), жить, существовать, обитать, проживать. Орбаш. Мĕшĕн кунта пур çын та чул пулса пурнаççĕ (обращены в камень), мучи? тет. Ст. Шаймурз. † Пурăнас та мар çакă пурăнăçа, хамăр савнисене илес çук. НИП. Манăн чĕлхе, Шупашкарта нумай пурăнса, Шупашкар евелле кайнă пăртак. Сятра. Порнас текен порниман, тет, вилес текен вилимен, тет. Яргуньк. Унтан упапа шуйтан тухса тарсан, пӳрте кĕчĕ, тет те, халĕ те пулин хĕрпе икĕшĕ пурăна параççĕ (живут себе), тет. Тюрл. Маленьких забавляют, перебирая пальцы: — Епле пурăнас? — Пурăнăпăр-ха! — Кивçен илес? — Кивçен илсен, парса татасси. — Çиес те тарас! Альш. Темĕскерле вăл енчи çынсем тутарсем евĕрлĕ, мăкшă-ирçе манерлĕ пурăннăн туйăнатчĕ мана. Календ. 1993. Çапла ытлашши укçана кая-кая хурса, пĕр майлă пурăнакан çын та пайтах укçа пухма пултарать. Чет. Пути. Пирĕн асатте ĕмĕрне çапла пурăнса ирттернĕ. Эпĕ те çапла пурăнсанччĕ! тенĕ. Халапсем 31. Пурăнсан, юрать ĕнтĕ. Очень рад, что вы в добром здоровьи (ответ на приветствие). N. Халĕ те типĕ алăпах пурăнат. Она и до сих пор остается сухорукой. Кратк. расск. 18. Аçăр пурăнать-и сирĕн? тата тăванăрсем пур-и? тесе, тĕпченĕ вĕсенчен. Юрк. 24. Епле, Василий Васильевич, аван пурăнатна? N. Выльăхсем пурте пурнаççĕ, лашасем пурте пурнаççĕ. Орау. Эй, ухмах, пурăнчĕ-çке çав! Ах, как он роскошно жил! Регули 823. Эп конта пор(ăн) нăран та коримастăп она. Ib. 667. Вăл порăннă пӳрт çакă. Трхбл. «Пурăнатра?» — «Пурăнатпăр та, витĕр курăнатпăр" (Старая острота). ЧП. Пирĕн пек çамрăк, ай, ячисем пурăна киле ăс илеççĕ. ГРМ. Пурнан ĕмĕрте те (в жизни, на жизненном пути) миçе тĕрлĕ шутламалли ĕç те пулать. Кан. Ку хула ларнă вырăн шыв тĕлешĕнчен чухăн пурăнать (лишен воды). ЧС. Пурăннă кунăнта та (в течение твоей жизни) лайăх тумлантараймарăмăр пулсан та (тебя), ан ӳпкеле, ачам! (Плач матери о покойнике). Шибач. Конта, тет, пор-и тет, порăнакан? Здесь есть живущие? Пшкрт. Лайăк порнаттăр-и? — Лайăк халĕ, хусамăр лайăх-и? — Пер те (= эпĕр те) лайăх халь — Лайăк полсан, этлеме (= итлеме) те лайăк. Этем йăх. еп. пуç. кай. 102. Этемĕн пĕр йăхĕ аслашшĕсенчен упăтĕленсе пырса, пурăнма меслетленсе пынă, тепĕр йăхĕ этемленсе пынă. Юрк. Хулара пурăнсаттăм, хулари пурăнăç пит кансĕр пулчĕ. Орау. Мĕлле, аван пурнатри? — Пыратчĕ те-ха, ĕçĕ-халĕ ăнса пымарĕ-ха. N. Хурĕ калать: мана мăн шыв пулсан, пурнап эпĕ, тенĕ. Шемшер. † Ялта тӳрри порччĕ ман: мăн-çын пĕлесрен порăнмарăм. N. Эп ĕлĕк килте пурăннăрах чухне çил армансем çукчĕ. || Существовать, быть целым. Шел. П. 62. Çавăнпа ку япаласем çапла нумай пурăнаççĕ. Б. Олг. Ойăх порнат вăтăр кон. Вăл ик эрне толат, ик эрне çитсен катăлат, пĕчĕкленет. Хӳел пĕтме пĕлмест, порнат пер шотлах. КС. Эс унта кайсассăн, вăл пурнатне (-т'н'э), нурнмаçтне (-с'т'н'э) пĕлсе кил-ха. N. Ну, сывă пул, как-нипуть сывă пурăнмалла пул. || Обходиться. Кан. Пӳртре харпăр хăй алшăлипе пурăнаççĕ. || Находиться. N. Манăн пилет санра пурăнат-и? N. Йысни вăрçăрах порнать N. Вунă кун пурăнса тух. || Намереваться. Ск. и пред. 63. Тата çитменнине Кĕтерне те илесшĕн пурăннă тахăçантанпах. | Состоять (в должносги), служить. Н. Карм. Эпĕ халĕ хамăр ялта, Хурамалта учитĕлре пурăнатăп. N. Эс конта мĕн патĕнче порăнатăн? Орау. Ун панче порнат. У него служит. Баран. 83. Асли (старший) хуçа вырăнĕнче (за хозяина) пурăнать || Страдать (болезнью). N. Ĕслĕкпĕ порнап. N. Хам вар-виттипе пурăнатăп. || В чувашизмах. Якейк. † Ялти ыр хĕр пирн варличчĕ, порнас-илес тенĕ чох, тăрса йолчĕ — мĕн тăвас? N. Вĕсем пурте пурăнас-тăвас пулсан, хире нимĕнле тырă та акса илесси пулмĕччĕ || В качестве вспомог. гл. N. Вăл вĕт этем осалли, çынăн йоннеççе (= йонне ĕçсе) порнать. БАБ. Вăтăр çула çитичченех вăл утмасăр пурăннă (не мог ходить), тет. Трахома. Упăшки шăлакан алшăллипе арăмĕ те пĕр тиркемесĕр шăлса пурăннă N. Лаша эрне çухалса пурăнчĕ (пропадала неделю). Юрк. Кăпирнаттăр, пире кунта тĕрмере питĕ начар çитерçе пурăнаççĕ, тархашшăн авантарах çитерсе пурăнма хушса хăварсамччĕ. Ib. Чăвашсем ĕлĕкренпех выльăх-чĕрлĕхсем ӳстерсе пурăннă çынсем. Кан. Талăкра пĕрехçех сăвса пурăннă хыççăн, пĕр кунне сăвмасăр сиктермелле.

пурăнан пурнăç

жизнь, быт, житьё-бытьё. Баран. 89. Тӳрем çĕрпе çĕр çухрăм, икçĕр çухрăм каятăн — çапах уйрăмĕ çук: ӳсен-тăран йывăç-курăк та, пурăнан пурнăç та, пурте пĕр майлă. ТХКА 56. Пулать çав япала пурнан пурнăçра. N. Пурăнан пурнăçăмра пирĕн салтака парасси анчах мар, тата ытти йывăр ĕçсем те пулаççĕ.

пурăнăç

пурнăç (пуры̆ны̆с, пурны̆с), жизнь. Изамб. Т. Кутăн кайнă пурăнăç. Сборн. по мед. Пурăнан пурăнăçра та çавах: пурăнăçа малалла ярам, тесен, шухăшлас, тăрăшас пулать. Ск. и пред. 103. Вара хайхи пурăнать, пурăнăç чулне (тяготы жизни) сĕтĕрет. N. Пурăнăçăн вĕçĕ çывăхарнине курсан... ЧП. Эпир пурăнатпăр пурăнăçа, пуçа мĕн килессе пĕлместĕпĕр. N. Иккĕшĕ пĕр-пĕринпе курăнăçса пурăнăç ыйтнă вĕсем. Ал. цв. 27. Ниăçтан та хирĕç чĕнӳ те, пурăнăç ыйту та, нимĕн те илтĕнмест. Трхбл. Пурăнăçу-масару! Чорт бы ее подрал, эту жизнь! Ст. Чек. Йăвашланн = пурăнăçĕпе çука ернĕ. Ib. Пурăнăçа ирттересчĕ. Ib. Пурăнăç умне татрăмăр (выбились из бедственного положения и даже несколько разбогатели). N. Кунтан кайнă чух, тулли пурăнăçпа тухса кайрăм эпĕ. N. Лайăх пурнăç тăвайрĕç-ши? Орау. Этемĕн пурнăçĕ: паян пур та, ыран çук. Ib. Пурнăç манăн пĕтĕмпех кутăна карĕ-ха (плоха). N. Пуян çынăн пурнăçĕ кĕпер урлă каçнă пек, начар çынăн пурнăçĕ тăвайккинчен хăпарнă пек. N. Ман порнăç питĕ осал, питĕ йăвăр, йĕп тăрăнчи порнăç пекех. N. Сан пурнăç мĕле, пăртак самай пик туйнать-и? N. Ман пурнăç ăнми пулчĕ: хам Хусантан килнĕ çĕре качака путекки вилсе выртрĕ. N. Пурнăç пекскерсем. N. Эсĕ ху та пĕлен манăн пурнăç йĕп çинчине. N. Вăл (она) только пурăнăçа юхтарса анчах пурнать (плохо). Ерк. 76. Çапла Урха килĕнче пурнăçсем шăваççĕ... Тăв. 18. Пĕри вăрмана, тепри армана кайсан, мĕнле пурнăç пулать. Чураль-к. † Кăмака çинчи сарă çыв, ирлимаç-çке, пĕтимаç-çке; хамăр ялти сар варлийĕ, мансăр пурнăç пурнимаç-çке. Сёт-к. Вăлчăр-вăшт! пирн порнăç çакки çи-и-нче! тесе каланă, тит. — Алă тони пак туса килет поль те-хе, титчĕç. Вара килсен сар кĕрĕксем ĕçлеттерĕччĕ. Ib. Пирн ялти Палли старик калатчĕ, тит: порнăç кокри — воник коккăр. Шибач. Атти, тет, пирĕн порнмалăх, тет, порнăç пор, тет. Неужели, тет, пире, тет, орăх çĕрте хĕр паракан полмĕ, тет. ЧС. Аçу-аннӳ сăмахне пăхмарăн ĕнтĕ, таçти ютă çын вĕрентнĕ пек пурăнса, ӳлĕм епле пурнăç тыткалăн-ха. Нюш-к. Кăсĕм питĕ тӳрленсе иккĕш те çамрăк вăйпа питĕ ĕçлесе пурнăç тăвса пăрахаççĕ (усиленно работают и делаются зажиточными). Якейк. Порçăн тоттăр порнăçăмччĕ, вĕçсе кайса çохаласран, апи илсе çыхинччĕ. Ой к. Асламас. Порнăç умне татрăм. Поправился. Ашшĕ-амăшне. Иван пурнăç ыйтсассăн, вăл ăна хирĕç каланă: атя, килех! хăна пулăн? тенĕ.

пурăнăç ту

наладить жизнь. N. Пурăнăç туса чипер пĕр тĕрлĕ пурăннă çĕртен, нимĕн хуйхă çук çĕртен, пур енчен те телейлĕ пурăннă çĕртен, этем асне килсе хурлантаратăн эсĕ (смерть). СТИК. Ĕçчен çыннăн ачи-пăчи те пит ĕçчен пулат, вăсем çамрăклах, епле пурăнăç тăвас тесе, тăрмăшаççĕ. N. Аттепе анне пурнăç тума шутламарĕç, пире йăтта кăларма шутларĕç. Шурăм-п. Санюка илсессĕн, чухăнрах пулсан та, тирпейлĕ пурăнса пурăнăç тумалла.

пуркă

(пургы̆), лукошко. А. Турх. Шурăм-п. Вăрлăх пурки (при севе). Альш. Ыраш пуркипелен ыраш тултаççĕ, ыраш акаççĕ, виçеççĕ (почти = пудовка). Альш. Епле пулсан та çын ытлашшинех памас çав, парсан парĕ пĕр пуркă. Ib. † Сан йинкĕне шăтăк пуркă хам парам-и? пултăран çулне хам кăтартса хам ярам-и? Ib. Вăл çырлана пухнă пулсан, пуркăм тулнă пулĕччĕ. Тюрл. Порăк — тырă акаканни, лукошко. || Кузов. Тюрл. Хăваран пуркăсем авса туса, сутса тăранса пурăннă.

пурлак

бурлак. СПВВ. Изамб. Т. Унăн ачи пурлака кайнă (на заработки: на Волгу, на фабрику и пр.). Ib. Мĕн мухтанан, пурлак! (брань). Альш. † Атăлĕсем туллăх пулман пулсан, лараймĕччĕç пурлаксем кимĕ çине. Бюрг. Унта пĕр пурлак пулат, вăл: ăçтан эс? тет. Сред. Юм. Пурлак пик çôхран! (Пит çôхракан çынна калаççĕ). || Прохожий. СПВВ. ФВ. Пурлак тесе çул, пырсан калаççĕ. N. Пахчари япаласене лайăх асту, япалусене пурлаксем кĕрсе вăрласа ан тухчăр. || Так называли в прежнее время отбившегося от крестьянства и живущего бурлачеством. Якейк. Ахаль солланса çӳрекен çынна, ĕç вăхăтĕнче ĕçлемесĕр çӳрекен çынна пурлак теççĕ. Пшкрт. Пурлак! (брань).

пурлак

то же, что пурак, лукошко. К.-Кушки. Пĕр пурлакра пĕр çырла, пĕрре те пулин татрĕç.

Пурлей

назв. леса? Юрк. † Пурлей вăрманĕ витĕр тухнă чух пĕр çавра юррăма юрларăм.

порняска

наперсток. Пшкрт. Тораево. Пĕр пичин пин шăтăк. (Пурняска). См. пурнеске.

пурçăн

(пурз'ы̆н), шелк. Пшкрт. † Çак тăвансемпе калăçнă чух чĕлхе вĕçĕ пурçăн пулмарĕ. Орл. II, 249°. Сĕм вăрманта пурçăн тĕрки çакăнса тăрĕ. (Палан). Чуратч. Ц. Вара патша çак чăваша пĕр сĕвен пурçăн çип пачĕ, тет. N. Пурçăн карти варринче, ылттăн юпа тăрринче ярăна-ярăна кукку авăтат. Юрк. Çутă калушна мĕшĕн тăхăнан, пурçăн чечек пулмасан? N. Унăн (мунчанăн) ăшши шерпет, милки пурçăн. Изванк. Ачасене анне урлă каçарсанах, анненĕн çăварĕсене, хăлхисене пурçăн татĕк, ан куртăр тесе, чикрĕç. Курсан, хăйне юлташ кайран ертсе каять, теççĕ. В. Олг. Тата пор килмелли, тесе калат, вилĕ çын тиркет. Хăлхая, тет, порçăн чикрĕç, сăмсая та чикрĕç, коçа та чикрĕç, коç кормарĕ, хăлха илтмерĕ, суляма та полмарĕ, тотая та питĕрсеç, килмеллине пĕлместĕп. Собр. † Пирĕн пичче сар лашине сар пурçăнпа чăпарланă. (Хĕр йĕрри). N. Тĕпри лаши çине йеп çăртине пурçăн витĕрсе, сулахай енчен хăмăт кĕççи çине чиксе каяççĕ. Н. Карм. † Кăвак лашасенĕн çилхисене кам явни пур сарă пурçăнпа. Собр. † Пурăмăр пурте пулар-и? Пурçăн карта саврар-и? N. † Пурçăн тĕвви пулăтăмчĕ, хĕрсен хӳмĕнчен тухмăтăмчĕ. Сред. Юм. Порçăн кĕпе, рубашка из шерстяной материи. Чертаг. Пурçăн туттăр, у чувашки, не шелковый, а скорее кашемировый, стоит 90 коп. (тенкĕрен 35 пус катăк). || Шерстян. нитки разных цветов. Ходары.

Пурчав

(пурџ̌ав), назв. русск. села, Бурцево. Альш. Пурчавран тата, пĕр тăват-пилĕк çухрăм кайсан...

пурш

(пурш), то же, что пурĕш, все они. Регули 856. Кусам порш те пĕр çолхи.

пус

, пос, давить, придавить, надавливать, нажимать, набивать. Шел. 98. Ирĕксĕр пусса выртма тытăнчĕç. N. Урине урапа пусса карĕ. N. Вăл çĕрĕк патаккине питĕ хытă пусма тапратрĕ. Альш. † Пусса-пусса ан кала (не играй сильно надавливая на лады), пуç ыратать, аттеçĕм; варрăн-варрăн ан кала, вар ыратать, аттеçĕм. Ib. † Пусма кĕпе пит пусать, хăмаç кĕпе пит усать. Ib. Старикки пĕр ывçă тăм илет те, çын кĕлетки туса кăмакана хурат, тет. Куçне тăхлан пусат (вдавливает), тет. Ст. Шаймурз. † Укалчаран тухсассăн, тăм кĕлетке тăвăпăр, куçне тăхлан пусăпăр, пилĕкне пурçин çыхăпăр. Н. Лебеж. Чавка чĕппи илнĕ чух виçсĕмĕре çыран пусрĕ (придавил обрушившийся берег). Чертаг. Хыт пôсса толтарнă. Ib. Пôса-пôса толтарнă (туго). Б. 13. Çĕнĕ кĕрĕк çĕлетрĕм, пусса тăхăна (регулярно, все время) пĕлмерĕм, ахалех çĕтĕлсе пĕтрĕ. Кан. Пусарчăксем çĕр мамăкне пусарах тиеме май параççĕ. N. Пусса хуман, наложено неплотно (вещество). Толст. Чăршă турачĕсем юр пуснипе (под тяжестью снега) усăна-усăна аннă. В. Олг. Ора айне кĕрсе каят, поссарас (= посса ярас) полат (как раз задавишь, котёнка). Сред. Юм. Хӳме ачана пôснă. Забор задавил ребенка. Ib. Хыта полнă-и, тесе, хăмла кипписĕне порне те посса пăхса тохрĕ. Батыр. Пĕр çынна кашни каç вопăр посма поçларĕ, тет. Орау. Урапа кустăрми сысна мăйĕ çинех çитсе пусрĕ. Ib. Çӳлти хутри мачча йăтăнса анса, аялти хутсенчи маччасене те пусса йăтăнтарса антарнă (или: пусса çĕмĕрсе антарнă). Ала 61. † Тăванçăм каяс патне те, ай, çитсессĕн, куçне пусса шăла та пуçларĕ. N. † Шерпетпеле питне çăваççĕ, шур пӳспеле пусса шăлаççĕ. N. † Питне куççулпе çăват, çаннипе пусса шăлать. Карсун. Чипер посса шăл (плотно вытирай). Бугульм. † Куççулĕпе пичĕсеве çăваççĕ, çанни вĕçĕсемпе пусса шăлаççĕ. Юрк. † Шурă акка пачĕ шурă тутăр, вĕри куççӳллисене пусса шăлма. Кан. Ăна (кулача) вăл вара ларса çимест, пур те курччăр тесе, ăрам тăрăх утса урлă пусса çыртса пырать. || Поглаживать (напр. брюшко). ТХКА 121. Шурă мăнтăр аллипе квапи тĕлне тытать те, йăл-йăл кулса савăнса, мăн хырăмне ик алпе вар пуснă пек сĕркелет || Ступать, переступать, наступать. Юрк. Хăваттиртен хаприке виççĕ ярса пуссан çитетен. ССО. Ярса пусмассерен çĕнĕ япала. На каждом шагу новости. N. Эпĕ ăçталла ярса пуснине искерсе (наблюдая) çӳретĕн. Альш. Пурте çывăрса кайсан, ку хĕр тăрат, тет те, çав каччи текенни çине пуссах тухса каят, тет. Алших. Çулçине татса ил те, урупа ун çине пус. N. Пĕрре слон çиленнĕ те, хăй хуçине урипе пуснă. N. Мăн кĕрнӳкерĕ çак такмакне каласа пĕтериччен, ытти туй халăхĕсем пурте мăн-кĕрнӳкер хыçĕнче умлă-хыçлă тăрса, тепĕр ура çине пусса, пуçĕсене пĕшкĕртсе, ташласа тăраççĕ. Сюгал-Яуш. Эпĕ, шыв хĕрне çитсен, нумайччен пусса çурерĕм. Ск. и пред. 103. Пĕр пуçĕнчен хыр каска тӳртне пусса кĕмешкĕн (вместо приступка или ступеньки). || В перен. зн. Никит. Михали пилĕке пуснă. Михаилу пошел пятый год. ТХКА 13. Ман ывăл ача кăçал кĕркунне вунă çул тултарчĕ, вунпĕр çула пусрĕ. Изамб. Т. Ватăлтăм ĕнтĕ, хĕрĕхе пусап та (старухой стала). N. Çавăнтан кайран тăватă кун иртсе пиллĕкĕмĕшне пуссан (на пятый год)... || Приклеивать. N. Прошенисене пусма илекен маркă укçине, тата урах та тӳрех пуçтарман укçана косвенный налог теççĕ. || Прикладывать. Скотолеч. 16. Урнă йытă çыртнă вырăна хăвăртрах тимĕр хĕртсе пусас пулать, е вĕри кĕлпе пусас пулать. N. Вăл (уж) сăхнă вырăна ĕмме те, тимĕр хĕртсе пусма та кирлĕ мар. Ой-к. Вара хай карчăка хĕртнĕ тимĕрпе чĕлхинчен пусрĕ те, çаклатса лартрĕ. || Приложить (ладонь). N. Аллине кăмака çумне пусса илчĕ. Приложил ладонь (лапу) к печке. N. Аллине тӳнĕ пур çине (на толченый мел) пусрĕ те, пĕрене çумне пусрĕ. || Приложить руку, подписаться. N. Ку хут çине алă пуснă. Эта бумага подписана. N. Çак укçана илтĕм, тесе, алă пуснă. || Покрывать. Трахома. Малтанах куç шăрçи çине кăвак йăлхах (пленка) пуса пуслать. N. Тар пусасран хăратăп, боюсь, чтобы не покрыл пот. Альш. † Кĕмĕлех те çĕрĕ пысăк пулмас, унăн куçĕсене тар пусмас Юрк. Вĕсем çине тăпра, тусан пуснă пирки, курăксем ешерсе ӳсеççĕ. N. Мĕскĕн тумтирĕ хутламĕсенче тусан пусни паллă мĕн. Ib. Хуйхăлă чĕрене çу пусмĕ. || Заносить (о снеге), завалить. N. Малтан тухса кайнă чухне пĕр çын çуртне пĕтĕмпе юр пусса кайнине (что завалило) курчĕ, тет. N. Пӳрте юр пусса (хупласа) илнĕ. || Одолевать. Альш. † Кĕркуннехи уçăма турă (гнедой) ут пусĕ малашне. Каша † Ай-хай тăванăмсем-çунатăмсем, çичĕ ют пусрĕ, тесе, ан калăр. Ачач 80. Выртатăн, выртатăн та, хĕвел ăшши пусса çитернĕрен, çавăнтах акă питĕ тутлă... тутлă ăйхăпа çывăрса каятăн. ГТТ. Этемме хĕвел пуснине, уйăх пуснине куратпăр. N. Улăп пусни. С.-Устье. Вара патша ывăлĕ калат: анчах пăхса лараттăмччĕ, ыйхă хытă пусса килчĕ те, çывăрса карăм, тет. Шурăм-п. Тумтире е ӳт-тир çине пыйтă пуссан, инкек пулать. Якейк. Ĕçе-ĕçе кăсене сăра пуса пуçларĕ (стали пьянеть). ГТТ. Килте хура кушак пулсассăн, хура чăхă пулсассăн, тăшман (враг) пусаймас, тет. Зап. ВНО. Анана арăм-ути пуснă (пусса кайнă). N. Пĕтĕм çырмана хăва пусса çĕнтернĕ. Сред. Юм. Мана паçăр ӳсĕр чистиех посса çитнĕччĕ, халь толта çӳрекелерĕм те, пăртак орăлтăм. N. Икĕ çырма хушшине çырла пусса çĕнтернĕ, ай люли; пирĕн ялсен хĕрсене, ай люли, укçа пусса çĕнтернĕ. N. Ун пек чух тирпей кирлĕ, унсăрăн чир чĕр те пусса илме пултарать. N. Карташне (кил-картине) пĕтĕмпе курăк пусса илнĕ. || Обмакнуть. Пшкрт. Юрк. Тиркĕ хĕрринчи пăттине кашăкпа ăсса илсе, çу куçне пусаççĕ, унтан çулă пăттине çăвара хыпса çиеççĕ. N. Посса пар, обмакни (это перо в чернила) и дай мне. || Употреблять насилие. ЧП. Тĕвик-тĕвик текерлĕк, тӳсе çиме юрамасть; ӳснĕ-ӳсмен хĕрсене пусса илме юрамасть. Ib. † Пулнă-пулман урпана пусса вырас ан пулăр. Изамб. Т. † Шав-шав урпа пулмасăрах пусса вырăс мар. || Нашивать. Альш. «Тевет» — умра вуншар, çирĕмшер пуслăх кĕмĕл икĕ ĕрет, тата шăрçа пуснă. Микушк. Ăна хăмачăпа пир çине пусса тăваççĕ. || Удерживать. N. Хыснашăн пусса юлакан укçа (объяснение косвенного налога). || Ставить. Чотай. † Ору айне покан пос, чавсу айне çытар хор; покан посан тийиса сохăр-вĕтрен ан полтăр. (Свад. п.). || Валять (сукно). Изамб. Т. Тĕртнĕ тăлана пусасçĕ. V. S. Çăмран пусса тунă япала. Сред. Юм. Тăла пôсать, чăх пôсать, ура пôсать. Ib. Пôсса çитет поль ĕнтĕ ко тăлана: кĕрессе те нăмай кĕнĕ, тачкаласса та тачкалнă. Пора перестать валять (толочь) сукно, ибо оно достаточно укоротилось и стало толстым. Баран. 162. Хĕрарăмсем... кошмасем пусаççĕ, палассем тĕртеççĕ. || Сидеть на чем, высиживать (о наседке). Тораево. Пĕр çын тĕрне çăмарти тупнă, тет те, ăна пусса ларать, тет. БАБ. Чăхă тавраш, хур-кăвакал тавраш пусма сивĕнсен, каллех пустăр, тесе, татах юман кăмпине тытăнаççĕ. ЧС. Сĕрен ачисем кĕнĕ çĕре, сакă çине кĕççесем, минтерсем сарса хураççĕ. Ăна, чăххи пусма лартăр тесе, сараççĕ. Бюрганский. Кăçал, тен, сан телейпе-и, чăхсем пит ырă пуса-пуса кăларчĕç. N. Пусма ларнă хур. Орау. Хăш-хăш кайăксем (шăнкăрч) пусма ларнă чухне, ами кайсан, ун вырăнне йăварра аçа ларать. Некоторые птицы насиживают гнезда попеременно (самец и самка). Якейк. Пирн виçĕ чăхă посса лараççĕ, темле пăрахтарас, шыва чикес поль. N. Чăх пусма ларнă. Орау. Хурсам пусма лара пуçларĕç (стали садиться), курнать. N. Курак ларать йăвара çăмартине пусса. || Настигать. ЧС. Вăрманта-мĕнте, çăмăр-мĕн пусас пулсан, йăвăç айне ан тăрăр. || Грабить. Пшкрт. Кĕлет ăшне хорак посса токса (подломали). || Крыть, топтать (о птицах). Орау., КС. Алтан чăхха пусать. Б. Олг. Атан чиппе (курицу) посать.

пусалăх

(-за-), выводок. Питушк. Пĕр пусалăх, выводок (яиц). Яргуньк. Пусалăх, выводок цыплят. || Переносно: дети одной матери. Яргуньк. Малтанхи арăмĕ вилчĕ те, иккĕмĕш арăмĕпе урăх посалăх çитĕнтерет. См. пуслăх, пусăлăх. ВС. Разум. КЧП. Пĕтĕмĕм шанчăк чĕрери çамрăк пусалах çийĕнче; ватти вилсе пĕтсессĕн, апла пулмĕ малашне.

пусăлăк

(-зы̆-), выводок. N. Пĕр пусăлăк кăвакарчăн чĕппи. См. пуслăх.

пусăм

(-зы̆м-), ступень. Акул. в. † Пӳрт ум картлашки пусăмне эпир пусмасăр, кам пусас? || Шаг. Беседа. Кунта ырă ĕпир, пĕр-икĕ пусăм кайсанах пиртен усал çын та çук. || Ширина. Чутеево. Пĕр пӳрне пусăмĕ, ширина одного пальца (мера длины); ик пӳрне пӳсăмĕ. || Выводок цыплят (утят и др.) Ст. Чек. || Кусок (сукна). СТИК. Пĕр пусăм тăла, один кусок сукна. Тюрл. Пĕр посăм тăла посрăмăр.

пускала

учащ. ф. от гл. пус. Ст. Чек. Урине чух-чух пускаласа çӳрет. Якейк. Кӳленчĕксем орлă сиккелесе типĕрех çĕре поскаласа ора йĕпетмесĕр пасара çитрĕм. Я шел, отыскивая где посуше и прыгая с одного места на другое. Ib. Лаша пĕр вырăнта орисампа поскаласа анчах тăрать (топчется на одном месте).

пусма

лестница. СТИК. Пусма, лестница у здания. Кан. Ишчейккăсем пусма тăрăх улăхса анни курса ларакансене питĕ те тĕлĕнтерет. Ib. Кашни йăттăн тенĕ пекех пусма çине пусса улăхас йĕрке урăхла. N. Хăшĕ пусмасем лартса хӳме çине хăпарнă. N. Пусмана чул çурт çумне тăратрĕ те, пусма кутне ваттине тыттарчĕ; хува çӳле хăпарса карĕ. N. Пусма тăрăх чупса хăпарса (анса) карăм. Микушк. † Атăл тĕпĕнче энче закладка пур, кĕрсе илме пусми çук. (Энче, драгоценный камень, так думает автор). || Крыльцо. ЧС. Пăлтăр пусми, кĕлет пусми. Бгтр. Посма вĕçĕнче (на крыльце избы) пĕр старик ларать, тет. Изамб. Т. Унтан пусма (крыльцо) патне пыраççĕ. Альш. † Сирĕнех пусмăрсем решетке: аллăрсенче симĕс перчекке. Хурамал. † Пусма вĕçне тăрса пăхса юлăр. ЧС. Анне пӳрт пусми çинче хуйхăрса ларат. Б. Олг. Хыйматлăх çатса тохат посма вĕçне утсане, тăратат. || Ступеньки крыльца. Альш. Ку сиктерет, тет те, сразу вунă пусмана çитерет, тет. N. Пусмăрсем пустав та, эп пусаймăп. Якейк. † Ати посми йĕс посма, килмен полсан, посман полсан, сăрланă посма полаччĕ. Ма килтĕм-ши, ма посрăм-ши? || Мостки. N. † Пуян хĕрĕ калпак çăват, пусми сайра пусмашкăн. || Стремя. N. Ылттăн йĕнер, кĕмĕл пусма. Сюгал-Яуш. Тата тепре пусрăм та, ман пусма çакланса ларчĕ. || Назв. всякой материи, кроме суконных материалов. Алших. Пурçăн пусма, шелковая ткань. Альш. Пусмасем-çипсем, таканасем-касмăксем курса пăхса çӳренĕ. Ib. Пусма кĕпе пит пусать. Нижар. † Тăрăх-тăрăх хура пусма, кĕпелĕх мар, кĕштеклĕх. Сунчел. † Лапка илемне кӳрекен, хрантсус пусма мар-ши çав? Кильд. † Улача кĕпе умĕ чăн пусма. Толст. Пуканине хăй хĕрлĕ пусма татăкĕсемпе тумлантарса пĕтернĕ. Имен. Пусма, бумажная материя. Ib. Пусма кĕпе тăхăннă. Ib. Ман пĕр пусма кĕпе те çук-ха. Сред. Юм. Хĕрарăмсĕн кĕпе арки вĕçне тытакан çитсӳне (ситец) посма теççĕ. Ib. Кĕпе аркине тытма хôра пôсма илтĕм-ха. Ib. Хĕрарăмсĕм кĕпе аркине тытакан хăмаçа пôсма теççĕ. Имен. Пусма — кĕпе арки тытмалли, тĕрлĕ тавартан касса кăларса, кĕпе аркине çавăнпа тытаççĕ. Ст. Чек. Пусма (ткань), пӳрне пусăм сарлакăшĕ, кĕпе аркине тытаççĕ. Ĕлĕк мăнтăр пусмаран касса тытнă, халь тĕрлĕ тавартан касса тытаççĕ. ЧП. Улача кĕпе сар пусма — арăмсенĕн юсанĕ. Изамб. Т., Янтик. Пусма, ситец. Пухтел. Çитсăпа пусма пĕр ятах (обозначает одно и то же). || Ясли. Питушк. || Назв. рыболовной снасти. Якейк. Пусма — алтăр пек, çипрен çыхса тăваççĕ.

пусмалли

(-λλиы), ступенька лестницы. Ачач 80. Пĕр тĕлте пусмалли татăкĕ хуçăлса кайнă кивĕ пусма тăрăх аслăк çинчи улăм ури çине вăш-ваш хăпарса карĕ.

пусса ил

покрыть. N. Унăн çан çурăмне пăрçа е хăнтăла çыртнă пек хĕрлĕ шатра пусса илет. N. Çум ӳссе çитсессĕн, ăна пусса илнĕ. ХЛБ. Тырра курăк пусса илмен-и? КС. Кӳлле мăк пусса илнĕ. В. Олг. Пĕр çĕмĕрт çитĕнсе çол çине, шĕшкĕ тĕмĕ поссисе (= пусса илнĕ) она. || Постигнуть, настигнуть, N. Унăн кил-çуртне хĕн-хур пусса илет. N. Ватă пусса илсех, чирпеле халсăрланнă

пусса ларт

нахлобучить. Сунчел. Саккăрăн-саккăрăн килтĕмĕр, саккăр рет хушпуне пусса лартрăмăр. ЧП. Пуçăнти çĕлĕкне пусарах ларт (нахлобучить). Сунт. Улăм витнĕ пӳртсем шурă калпаккисене тата пусарах лартрĕç. Альш. Çĕлĕкне антарса ларт (нахлобучить). Çĕлĕкне пусса ларт (надвинуть на лоб). || Плотно усадить. Н. Лебеж. Тенкел çине пусса лартать (девицу). С. Айб. † Тенкел çине пусса лартрĕç (меня). N. Самсине пĕр енчен пурнепе пусса питĕрчĕ.

аркăвăç

(аргы̆вы̆с’), 'аркăвĕç', i. q. praec. v., обшивка полы рубашки. Чертаг. Аркăвăç — пĕр пурне сарлакăш (шириною с палец). Якейк. Аркăвĕç тесе, кĕпе вĕçне чăнтăр, хăю, çӳçе тытсан калаççĕ. Череп. Аркавĕç, обшивка полы из ленты и пр.

арлă-пирлĕ

v. ignota, неизвестное слово в заклинании. Альш. Тĕтĕрни. Е пĕсмĕлле, турă çырлах! Тăвас чӳкĕ çырлахтăр, хывас вилли пиллетĕр. [Адам ятсăр çуралать этем Эй кутĕнче пĕр тĕк çав. Эти слова в рукописи зачеркнуты]. Е пĕсмĕлле, Адам ятсăр çуралмас. Атăл урлă, Сăр урлă лаша патман (чит.: Ашапатман) старик килнĕ — çăварĕнче пĕр шăл, кутĕнче пĕр тĕк; çав вĕрет те сурат та, кăларат та ярат та: ылттăн таканипе авăсса каларат, кĕмĕл шăпăрĕпе шăлса кăларат. Пăлат (булатным) çĕççипе касат та чикет те, кăларат та ярат та. Вĕрӳçе карчăк килте çук, пырса ярăтăм, укçи çук. Куç тух, куç тух! Каç кайса вырттăр, ир выляса лартăр; хăмла пек хăпартăр, çулçă пек саралтăр (надо: сарăлтăр). Сала-кăмпи салатса ярат, юман-кăмпи вĕрсе сурса кăларат. Ип пултăр, сип пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр. Суя тени тьăн пултăр, вĕрни-сурни çак пултăр (пусть на этом кончится отчитывание). Кун кунлама кун патăр, çĕр çĕрлеме çĕр патăр, турăран ырлăх пултăр, этемрен сиплĕх (польза) пултăр. Çан (тело) çăмăллăхне, пуç сывлăхне патăр. Арлă-пирлĕ хура куç, юхса пыран юхăм шыв; юхăм шывпа юхса кайтăр, вĕçен çилпе вĕçсе кайтăр. Кун таврăнат (как вновь возвращается день) — таврăнтăр, çĕр таврăнат — таврăнтăр, пĕлĕт сирĕлет — сирĕлтĕр. Пĕвĕнчен-сийĕнчен, ӳтĕнчен-тирĕнчен, шăмминчен-шаккинчен, сăнĕнчен-сăпатĕнчен, чĕринчен, чĕрни вĕçĕнчен тухса кайтăр. Куç тух! Куç тух! Юман-кăмпи çинче вуттăмас, Иван çинче куç тăмас. Куç тух! Куç тух! Тфу! Хура куç, сарă куç, çирă (карий) куç... куç, хура çынта хура куç, сарă çынта сарă куç, çирă çынта çира куç. Кун таврăнат — таврăн, çĕр таврăнат — таврăн, пĕлĕт сирĕлет — сирĕл — ыран та мар, паян та мар, халь, те пулин халех, тет. Куç тух! Тфу!

армак-çăрмак

(армак-ц’армак, армак-ч’армак), varus, epitheton est earum, quae partes habent divergentes atque inconcinnas, растопыренный, раскоряченный, рассошистый, разделившийся на несколько неправильно расположенных сучьев. Сред. Юм. Кõсла õри пит армак-чармак та ниçта хõрса торттарса кайма та канçăр. У козел (на которых пилят) широко раздвинуты (раскорячены) стойки, поэтому их очень неудобно положить на что-либо (напр. на телегу) и увезти. Ib. Кирек мĕн япала õрисĕн хошши, хõт кõсланнах, пĕр-пĕринчен пит аякра пõлсан, армак-чармак õраллă, теççĕ. Выражением армак-чармак ораллă можно назвать какую-угодно вещь, напр. козлы, если их ноги расставлены очень широко. Сказки и пред. чув. 90. Армак-чармак (рассошистые) йывăçсем пуçĕсемпе суллаççĕ. || СПВВ. ФИ. Армак-чармак (тесе) хурса вырăнаçман япалана калаççĕ (т. е. так называют несуразную, неуклюжую вещь, которую трудно где-либо поместить). СПВВ. ТМ. Армак-чармак (несуразный) — пысăк япаласене, çуртсене (строения, дома) калаççĕ; пуринчен ытла армак-чармак куçлă (лупоглазый), теççĕ, вăл пысăк куçлă тени пулат.

арман

(арман), molat, moletrina, мельница. Мельницы бывают: ал-арманĕ, аларман, mola manuaria, ручная мельница (см. на своем месте); шыв арманĕ, шыв армань, шыв-арман, molae aquariae, водяная мельница; çил арманĕ, çил армань, çил-арман, molae, quae venti impetu versantur, ветрянка; кĕрпе арманĕ, molae, quibus grana frumenti a tunicis separantur, круподерка; лаша арманĕ, quae iumentis, вут арманĕ, quae vi vaporis versantur, паровая мельница. Тоскаево. Арман виçĕ терлĕ пулать: кĕрпенĕн, шыв арманĕ тата çил арманĕ. N. Пирĕн арман талăкра (= тавлăкра) икçĕр пăт тырă авăртать. Наша мельница мелет 200 пуд. в сутки. {{anchor|DdeLink6182591829761}} N. Эп тырра хамăр армана кăлартăм. Я вывез хлеб на свою мельницу. Альш. Арманта вырăссем вырăсла калаçаççĕ. На мельнице (были) русские, (которые) говорили по-русски. Изамб. Т. Инçе ан кайăр, вырăс арман айне лартма илсе кайĕ (стращают детей). N. Хватлă çилте арман ямаççĕ (не пускают в ход). N. Арманта тырă нумай, халях черет тивес çок. N. Аслатте калани. Етĕрне уесĕнче, Упи вулăсĕнче, Алмач ятлă сала пур. Çав Алмач арманне лартма пуçланă чух, чи малтан, ĕçе пуçличчен, шыв хĕрне вешник умне тăваткăл шăтăк авăлтрĕç, тет. Шăтăк тĕпне çынна лармалăх çĕртен пукан пек хăварчĕç, тет. Шур хăва тĕммисем панче пĕр ача юрăсем юрласа ларать, тет. Вăл ачана Хапăс вăрманĕнчен вăрласа килнĕ, тет. Шăтăкне чавса пĕтерсен, ку ача çине пĕр çăкăр çакрĕç, тет. Тата шăтăка пĕр алтăр шыв хучĕç, тет. Вара çав ачана шăтăка лартрĕç, тет те, çиелтен çĕрпе витсе хучĕç, тет. Ку: шыв арманĕ ан татса кайтăр (scr. кайчĕр), тесе, хураччĕç, тет. Халь çын вырăнне кушак чунĕ е чăхă, чунне хураççĕ, тет. (Çĕн-ял старикки Симян. 3—V—1923 г.). Ст. Чек. Армана шыв илнĕ (или: урапана шыв илнĕ). Мельнаца в подпруде, т. е. подтоплена. О. Захаров. Кĕрпе арманĕ. Кĕрпе арманĕ икĕ пая уйрăлать: 1) лаша çаврăнаканни 2) лаççи. Лаша çаврăнаканнин варрине тăваткăл шăтăк тăваççĕ. Çак шăтăк варрине пысăк вал (1) тăратса хураççĕ. Тăракан валăн аял пуçне, вĕçне пĕр шите яхăн хăварса, шăллă урапа (4) кĕртсе лартаççĕ. Çӳлерех, вăл ăшне турта (2) лаша кăкараканни (3) кĕртсе хураççĕ. Тăваткал шăтăк урлă, валăн лаç енне, йываç хураççĕ, çак йывăçа пуçелĕк (20), теççĕ. Çак пуçелĕк çине вал хураççĕ. Ку валăн тепĕр пуçĕ лаçра тепĕр пуçелĕк çинче выртать. Выртакан валăн лаша çаврăнаканнинчи пуçне, пысăк урапан шăлĕсем тĕлне, ултура, урăхла штĕрнек (5), кĕртсе хураççĕ. Выртакан валăн лаçри пуçне, вĕçне пĕр аршăн хăварса, шăллă урапа (7) тăхăнтарса хураççĕ. Лаçри урапан çурри шăтăкра тăрать. Шăтăк тăрăх, урапан шăлĕсем енне, валăн çӳл енне, йывăç хураççĕ. Ку йывăçăн пĕр пуçĕ (19), чула улăхтарса антараканнине (18) пăркаласан, çĕкленет те, анать те. Çак йывăçăн вăта çĕрне тимĕр йĕке (9) тăратса хураççĕ. Йĕке çине, урапан шăлĕсем тĕлне, ултура (8) тăхăнтарса хураççĕ. Çӳлерех парапан (10) ăшне, йĕке çумне вĕркĕç тăваççĕ. Йĕкен çӳл вĕçне тĕпек тăхăнтараççĕ. Тĕпек çинче çиелти чул выртать (11). Аялти чул шăтăкне, йĕке тавра, сӳспе питĕреççĕ. Çӳлти чулăн шăтăкĕ тĕлне, пĕрме (14) айне, сыпка (13) çакса хураççĕ. Пĕрмене икĕ кашта çине çакса хураççĕ. Тĕш, хывăх саланса ан кайтăр, тесе, чулсем тавра кăшкар (12) тăваççĕ. Кăшкар ашĕнчен валак (15) тухать. Валак хывăх тухаканнин (16) ăшне кĕрсе пĕтет. Хывăх тухаканнине парапан çумне вĕçĕпе çыпаçтарса хураççĕ. Хывăх тухаканни тĕлĕнче парапан уçă. Хывăх тухаканни айĕнче лар (17). Лаша çавранаканнинче пысăк урапана, штĕрнеке, выртакан валăн пайне хăмасемпе витсе хураççĕ. Лашана туртана кӳлсе çавăрсан, тăракан валпа пĕрле пысăк урапа çаврăнать. Пысăк урапа шалĕсемпе штĕрнеке лексе выртакан вала çаврать. Выртакан валпа лаçри урапа çавранать. Лаçри урапа, шăлĕсемпе ултурана лексе, йĕкене çаврать. Йĕкепе пĕрле вĕркĕçпе çиелти чул çаврăнаççĕ. Сыпка çумĕнчи патак, çиелти чул шăтăкин хĕррине лексе чул çаврăннă май чĕтрет те, сыпкана чĕтретсе, пĕрмерен сыпка витĕр пăрие чул шăтăкне юхтарать. Чул шăтăкĕнчен пăри, икĕ чул хушшине пулса, икĕ пая уйрăлать: пĕр пайĕ тĕш пулат, тепĕр пайĕ хывăх пулать. Тĕшпе хывăх, чулсем хушшинчен тухсан, валак тăрăх хывăх тухаканнине юхса анаççĕ. Хывăх тухаканнинчен хывăх, парапан ăшĕнчен вĕркĕç вĕрнипе, хăй çулĕпе лар хыçне вĕçсе тухса каять; тĕш лара сирпĕнет. Кĕрпе тăвас тесен, тĕше тепĕр хут авăртаççĕ. Изамб. Т. 4° Çил арманĕ. Çил арманăн пури ултă пичетнирен ытла пулмас. Хăш-хăш арманăн лаççи пулат. Арманăн çунчĕ тăваттă, улттă, саккăр, вуннă пулат. Çуначĕсем вала çавăраççĕ. Валăн вăта çĕрне пит пысăк урапа тăхăнтартнă. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. Ул шăлсем йĕкенĕн çӳл тăрринчи улт-урапана лекет. Йĕкенĕн аял пуçĕ ухвачĕ чулăн шапине лекет. Çил-арманта пĕрре те иккĕ те чул пулать. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, чул айне юхса анса, çăнăх пулса, лара юхса тухать. Чул çĕклекеннипе армана хытă кайсан пусараççĕ. Çаплах çăнăха вĕтĕ те шултăра та тăваççĕ. Армана çиле хирĕç тăвас тесессĕн, хӳрипе пăраççĕ. Арман çулне такçапа тăкаççĕ. Ветряная мельница. Сруб ветряной мельницы бывает не болле шести погонных (печатных) сажен в вышину. У некоторых мельниц бывает амбар (нижний сруб). Крыльев у мельницы бывает четыре, шесть, восемь и десять. Крылья вертят вал. На средину вала надето огромное колесо. На краях колеса зубцы. Эти зубцы задевают за шестерню, находящуюся на верхнем конце веретена. Нижний конец веретена вставлен в порхлицу. Ветряная мельница бывает об одном и о двух поставах. Хлеб на мельнице сыплют в ковш: оттуда хлеб сыплется под жернов, обращается в муку и попадает в ларь. Если мельница мелет чересчур быстро, то, чтобы замедлить ее ход, подымают подлегчину. Ею же пользуются и для того, чтобы смолоть муку помельче или покрупнее. Чтобы поставить, мельницу против ветра, её поворачивают правилом. Жернов насекают насекой. Альш. Арман айне çын тытса янă. Тĕрлемесре пĕр çын виçĕ лаши-мĕнĕпех çухалнă. Елшелсем вăрмана кайма хăранă çавăнтан. Арманта темĕн те пур: армана хăйне усал туса панă, арман мелникĕсем çавăн пек усалпа пĕр майлă çынсем. Самай ăсти чĕлхе пĕлет: çавăнпа усалсемпе килĕштерет. Армана тусанах, айне çын ямасан, авăрмас: усал çын чунĕпе улăштарат; ăна пĕр-пĕр çын чунĕ кирлĕ. Под (вновь построенную) мельницу пускали (в виде жертвы) человека. В с. Тюрлеме один человек пропал (таким образом) вместе с тройкою лошадей. По этой причине альшеевцы боялись ходить в лес. На мельнице можно встретить самые страшные вещи: и самую мельницу устроил чорт, а мельники — это люди, которые действуют заодно с чортом. Наиболее искусные из них знают наговоры (заклинания) и потому и живут в мире с чертями. Если построишь мельницу и тут же не опустишь под нее человека, то она не будет молоть, потому что чорт берет за нее взамен человеческую душу: ему нужна человеческая душа. Чуратч. Çавалта хăш-хăш арман айăнче усалсем пурăнаççĕ. Вăсене çур-кунне, кĕр-кунне тата çула, ялан пĕр вăхăтра, эрех ĕçтермесессĕн, усалсем арман пĕвине татса яраççĕ. Тата хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. Под некоторыми мельницами на р. Цивиле живут черти. Если весною, осенью и летом, всегда в одно и то же время, их не попоят пивом (т. е. не совершат им возлияний), то они прорывают мельничную плотину. Также некоторые люди при постройке мельницы опускали под нее живого ребенка. Н. Седяк. Араан кĕлетĕнче сăра курки пек пĕр куçлă шуйттан пур, теççĕ; арман шуйттанлă пулать, теççĕ. Çĕрле чарнă армана авăртать, теççĕ. Говорят, что в здании мельницы обитает одноглазый чорт, с глазом величиною с пивной ковш, и что таким образом на мельницах бывают черти. Говорят, что он (т. е. одноглазый чорт) мелет ночью, пустив в ход остановленную (мельником) мельницу. Мшушк. Чăвашсем арманта шуйттан нумай пуранать, теççĕ, ăна çĕрле авăртакансем кураççĕ, тет. Пĕр çын çĕрле арман авăртнă, тет; вăл вăхăтра арман хуçи Хĕлип ятлă пулнă, тет. Арман авăртакан çур-çĕр çитес чух армана çăнăх катма кĕнĕ, тет. Арман чул çинче пĕчиккĕ, шур сухаллă старик ларать, тет; арман чулĕ тапах чарăннă, тет. Ку çын хăранипе арман хуçине калама чупса кĕрсе кайнă. Хĕлипĕ, вăл сăмаха илтсен, пĕрре те хăрамасăр, мăкăртатса тухать, тет: татах тухса ларнă пуха (i. q. пулĕ-ха), çапла ларакан-ха вăл, тесе. Иккĕш те юнашар утса пыраççĕ, тет, анчах хăйсем пынă чух чул çинче нимĕскер те çук, тет, чулĕ типерех авăрса ларать, тет. Чуваши говорят, что на мельнице живет много чертей. Это видят те, кому приходится молоть ночью. Один человек молол ночью хлеб; хозяином мельницы тогда был некто Филипп. Когда помольщик пошел около полночи на мельницу, молоть муку, он увидал там маленького белобородого старичка, сидевшего на жернове, который вдруг перестал вертеться. В страхе помольщик побежал в избу, чтобы сообщить хозяину мельницы о том, что он увидел. Выслушав его, Филипп ничуть не смутился и только пробормотал, выходя из избы: «Опять, поди, он вышел; он всё так выходит и садится (на жернов)». Тут они пошли на мельницу, идя рядом и не отставая один от другого, но когда они пришли, то на камне уже никого не было, и он молол (versabatur), как надо быть, по прежнему. Курм. Уй варринче ухмах арам ташлĕ. (Арман). Среди поля пляшет сумасшедшая баба. (Загадка: ветряная мельница). Собр. 278°. Арман патне вĕреннĕ йытă унтах вилет, теççĕ. Собака, привадившаяся к мельнице, там и околеет. (Послов.). Альш. † Çил арманĕ пурасан, ыраш пулмас, тиеççĕ. Говорят, что если срубить ветряную мельницу, то не будет родиться рожь. (Отклик старнного предразсудка). || Имен. Вăл пуш армана-кăна авăрат = тăвас çук япала çинчен калаçат. Он попусту мелет (болтает). || His sequuntur appellationes partium , per litteras digestae, ipsius vocabuli арман nulla ratione habita. Adduntur numeri, qui ad simulacra peryimemt, quae extremo libro adiicintur. Notis etiam quibusdam usas sum: pro шыв арманĕ Ш. posui, pro кĕрпе арманĕ К, pro çил армане А. Omnes quae hic desidersbuntur voces alio loco quaerendae sunt. Ниже следуют в азбучном порядке названия отдельных частей арман и относящихся сюда предметов. В составных названиях слово арман при распределении слов во внимание не принимается. Номера при названиях и в тексте указывают на соответствующие части чертежей, которые будут помещены в конце выпуска. Номенклатура, не вошедшая в настоящую статью, будет приведена в соответствующих местах Словаря. Сокращення: Ш — вод. мельн., К — обдирка, А — ветрянка. Неизбежные неточности и неполнота объясняются малою ознакомленностью составителя с мукомольным делом, а также недостаточностью материала.

ала пӳлĕмĕсем

(чит. п̚ӳл’э̆мзэм), loculi arcae mobilis, ubi cribra collocantur, отделения ала арчи. П. И. Орлов. Ала пӳлĕмсем (48б) ала арчинче пулаççĕ, вăсем виç ала валли виççĕ пулаççĕ, çиялти шултăра ала ала арчине шăлтăх кĕрсе ларат, пĕр вĕçне кĕрпе сăмси анмаллăх шăтăк анчах хăварать.

аслăк хаччи

quaedam pars pistrini, какая-то часть мельницы. Ст. Чек. Аслăк хаччине икĕ йываçран тăваççĕ. Пĕрне пĕр пуçĕнчен иййипе катса кăлараççĕ, варринчен, икĕ енчен, икĕ мăйрака пек хăнараççĕ. Майракасем пеккин хушшине тепĕр йываç пуçне кӳртеççĕ. Çапла вара пĕр кĕтеслĕскер тăваççĕ. Хачă йывăçсен ытти юлнă вĕçĕсене вартаса пăриклат шăтăкне лартмалла тăваççĕ. Пăриклат çине лартсан, хачча пĕр хăмапа тӳнсе каясран çапса хураççĕ: хăман пĕр вĕçне хачă çумне, тепĕр вĕçне хӳме çумне çапаççĕ.

чалăш ырçа

(шӳреке) [ц’алы̆ш (шӳрэгэ) ырз’а], i. q. пĕрне. Тоскаево. Чалăш ырçана тырă яраççĕ; ăна ялан шӳреке тăваççĕ, мĕшĕн тесессĕн те вара тырă пĕр тĕле юхса анать; ырçа ăшне, вăл чалăшран, нимĕскер те тăрса юлмасть. В ковш сыплют хлеб; его всегда делают (книзу) заостренным, ибо тогда все зерно стекается в одно место, и в ковше, так как он косой, ничего не остается.

ултура йĕки

ултура йĕкĕ (ргэ), axis ligneus («fusus») in çил арманĕ ad perpendiculum collocatus, qui in parte inferiore habet furcam, qua versatur catillus. Стояк. Тоскаево. Ултура йĕкичен пĕр пуçне çиелти чул лартаççĕ, çӳлти пуçне ултура лартаççĕ. На один конец стояка насаживается камень, на другой (верхний) конец прикрепляется шестерня.

шыв урапи

(ураби, ораби), rota шыв арманĕ, quae fluminis impetu percussa versatur. Тоскасво. Шыв урапи шыв арманин пулать. Шыв урапи тесе, аялти шыв тĕртсе çавракан урапасене калаççĕ. Икĕ чуллă пулсассăн, шыв урапи иккĕ пулать; арман пĕр туллă пулсассăн, шыв урапи пĕрреçеç пулать. Мокрое колесо бывает у водяных мельниц; так называют нижипе колеса, вращаемые напором воды. Если мельница о двух поставах, то мокрых колес бывает два, а если об одном, то одно.

юпа алли

(аλλиы), dua regulae transversae mobiles per columellarum foramina utrinque traiectae atque cum йĕке авмаки coniunctae, quae eius versatione hue illuc ita moventur, ut arcam ligneam, quam suspensam tenent, eadem ratione iactari cogant. Ст. Чек. Юпа алли; алли çумĕнче вĕрен, ăна ала ункинчен витĕрсе илнĕ. Çӳлти алана та пĕр аллипе çаклатнă.

йĕке куккăри хурами

quaedam pars K in fusi ferrei curvaturam inserta, cuius assiduo motu cribra, cum quibus connexa est, concutiuntur, часть К, надеваемая на колено веретена и трясущая сита. П. И. Орлов. Йĕке куккăри хурамисем (50) икĕ тĕрлĕ пулаççĕ: пĕр тĕрли йĕке çавăрăннă чухне йĕке çуммĕнче хуçăлмаçть (не сгибается) те, чула пĕр пек тикĕс çавăрнма памаçть, алана ытла силлет; тепри (50а) иккĕллĕ те, йĕке çанăрнă чухне хуçăлать (сгибается), вара чула пĕр пек çавăрнма чармаçть.

вал

(вал), cyiindrus ligneus, qui versat rotam. Вал. Якейк. Вал орапая çаврать. Вал вращает колесо. П. И. Орлов. Вал çине тулти шĕштĕрнекпе шалти урапана туса хураççĕ. Валĕ пĕр пуçĕ арман кĕлетĕнче, тепĕр пуçĕ тулта пулать. К валу пристраивают шестерню, находящуюся снаружи, и внутреннее колесо (шалти урапа). Один конец вала приходится внутри мельницы, а другой вне ее (К 21).

çил çунач валĕ

cyiindrus ligneus, cui affiguntur çил çуначĕсем, горазонтальный вал К, на котором прикреплены çил çуначĕсем. П. И. Орлов. Çил çунач валин (56), пĕр пуçĕ хыçалта арман кĕлеч пĕрени çумне çыпăçтарса хунă вал çытарĕ çинче выртать, тепĕр пуçĕ пичĕк (?) çил шăтăкне туса хунă çытар çинче выртать.

вал тăваткалли

caput cylindri (вал) in quadrum circumdolatum, eo consilio, ne orbes шĕштĕрнек loco moveri possint. (17). П. И. Орлов. Вал тăваткаллисене шĕштĕрнек çавраки, чевкка çавракисем çавăрнасран тăваççĕ. Чевкка çавракисене вал тăваткалĕ çине тăхăнтартсан, шĕштĕрнек пĕр хусканмасăр çавăрнать.

шултăра кĕрпе алакан ала айĕнчи вулак

quaedarn pars K, какая-то часть (отверстие) К. П. И. Орлов. Ку шăтăкран (65б) пĕр ала виттĕр тухнă кĕрпе варĕнчи çил çул çине (65) анать. Кĕрпе, йăвăртарахскер, аялалла анать те, виççĕмĕш лара (73) тухать; çӳппи-çаппи çилпе вĕçсе тухса каять, кĕрпи вĕçсе тухать пулсанах, саппас ырçана анать те, каллех пĕрĕмĕш лара (71) анать.

каççак

(кас’с’ак), ita appellantur singulae partes orbis rotae, quae ex pluribus lignis inter se iunctis fieri solent. Косяк, каждая отдельная часть составного обода колеса. Ст. Чек. Урапа каççакĕ пĕр хутлă та, икĕ хутлă та пулат. Косяки бывают однорядные и двухрядные (т. е. состоящие из двух кусков дерева, надоженных один на другой). Ib. Тип урапа ик хутлă каççаклă: пĕр хутне (шыв арманинне те, çил арманинне те) хурăн йывăçĕнчен, тепĕр хутне вĕрене йывăçĕнчен тăваççĕ. Сухое колесо имеет двухрядные косяки; один ряд делают (и у водяной мельницы, и у ветрянки) из березы, а другой — из клена. Ib. Урапа каççакĕ — часть, куда вставлены насады.

куççак

(lege: кус’с’эк, к littera non emollita), i. q. кучак, каççак, т. е. каждая из отдельных частей (пĕр сыпă) обода (тукăн). Ядр.

кучак

i. q. каççак. П. И. Орлов. Кучак икĕ хутлă пулать. Кашни кучак сыпăкĕ, çӳл енчи кучакпа аял енчи кучак ылмашса пынипе пĕр-пĕрин варне пулса пыраççĕ. Урапана ултă сыпăклă тусан, вара мĕн пурĕ урапара вуник кучак пулать. (1За).

кăтăрмаç

(кы̆ды̆мас’), orbiculus trochleae, шкив. А. Турх. Шăлтăрма ăшĕнчи кăтăрмаç: Вăл, пĕр енне çĕклесен, анать, тепĕр енне çĕклесен, ăлăхать; пĕр май пăрсан, кантри хивреленет те, улăхать те, тырă юхма чаранать. Шкив в блоке. Если поднять одну сторону, спускается; если другую — поднимается; если все крутить, то веревка скручивается, поднимается, и хлеб перестает сыпаться. См. также чашăк.

арман лаççи

(лас’с’и), aedificium, ubi tota molarum aquariarum machinatio collocatur. Помещение водяной мельницы. Ст. Чек. || Cella parvula, in uno angulorum çил арманĕ facta, ubi molitor ipse hibernis temporibus habitare possit. In шыв арманĕ casula est separata, operi faciendo idonea, ubi instrumenta molitoris deponuntur. Небольшое помещение в одном углу ветр. мельницы, где живет зимой мельник. В водяной мельнице отдельное помещение для инструментов и работы. Череп. || Aedificium çил арманĕ. Здание ветрянки. Тоскаево. Арман лаççине иккĕлле тăваççĕ: пĕр тĕрлине алăкран пăртак çӳлерехĕн пĕренесемпе пураласа ăлăхтараççĕ; вара çав пура çине юпасем лартса тӳпене çитиччен хăмасем çапаççĕ. Тепĕр тĕрлĕ арман лаççине пĕтĕмпех пĕренесемпе пураса ăлăхтараççĕ. Здание ветрянки строится двояко: или делают сруб немного выше двери, а на него ставят столбы и до самой крыши забирают досками; или делают все здание из бревен, в виде сруба. || Ст. Чек. Лаçă или ампар — нижняя часть ветрянки, где жернова.

мăлаттук

(мы̆латтук), malleolus, quo inciduntur molae. Ст. Чек. Чул каккăрне çĕмĕрекен мăлаттук. Пĕр пуçĕ вуниккĕлĕ, тепĕр пуçĕ тăххăрлă. Молоток для ковки камня. С одной стороны он имеет 12 (клеток), а с другой 9.

нăкă пусаркăç

(ны̆гы̆ п̚узаргы̆с’), ita appellantur tigna duo, quae хӳре пăрăсĕ cum tignis laterariis (аяккинчи пăрăссем) coniungunt. Тоскаево. Нăкă пусăркăç валăн икĕ енче иккĕ пулат. Вăсем пĕр вĕçĕпе хӳре пăрăсĕсене лексе тăраççĕ, тепĕр вĕçĕпе аяккинчи пăрăссене лексе тăраççĕ. Нăкă пусаркăç — два (бруса) по обеим сторонам вала (ветрянки). Одним концом они касаются хӳре пăрăсĕ и других, расположенных рядом с последним, брусков, а другим — боковых брусьев.

параппан кăпăлĕ

sive кăпăл (кы̆бы̆л’э̆, кы̆бы̆л), lignum (ligna duo?) transversum, quod altero capite cum xӳpe coniunctum est, altero autem continet axem, circa quern tubus versatur. Тоскаево. Параппан кăпăлне (чит -лĕ) пĕр енчен чăн хӳрене лексе тăрать, тепĕр пуçĕпе параппана тăхăнтартнă йăвăçа лексе тăрать [с одной стороны соединяетея с самым рулем, а другим концом — с (вертикальною) деревянною (осью), на которую падет параппан].

пустав

(пустав), v. Russ. (постав) 1. I. q. чул путавĕ. 2. I. q. йĕке пăрăçĕ? Тускел. Пустав икĕ тĕрлĕ пулăть; пĕрне чул пуставĕ теççĕ. Вăл пĕр вĕçĕпе хирлӳ пăркăç çинче ларать, тепĕр вĕçĕпе хăлхасăр пăпăс çинче ларать. Чул пуставĕ çинче йĕке тĕпĕ ларать. Пустав бывает двух родов; один из них называется чул пуставĕ. Одним концом он держится на вертушке (чит. брусе) барана, а другим — на глухом брусе. На чул пуставĕ находится йĕкĕ тĕпе.

арман пӳрчĕ

(п̚ӳрџ̌э̆). 1. Сasa prope арман aedificata in qua molitor habitat. 2. Casa, in qua ii, qui frumentum ad mo-lendum apportaverint, ordinem suum exspectant. 1. Изба около мельницы, где живет мельник. Сред. Юм., Якейк., Ст. Чек., Череп. 2. Изба, где останавливаются помольщики. Орау. Орау. Арман черетне кĕтсе арманта, пĕр эрне выртрăм. Арманĕ (арман’) пӳрчĕ тĕтĕм пулать, пăрçа, пыйтă, чуттах хуртланса каяттăм. Дожидаясь очереди, я прожил («провалялся») на мельнице целую неделю. В избе для помольщиков бывает дымно...блохи, вши; я чуть cовсем не зачервивел.

пăркăç

(пŏргŏс’), i. q. хӳре параппанĕ. Шевле. «Пăркăç» имеет такое же устройство [как и хăвăл], но только он помещается на самом хвосте. Один конец веревки пăркăç тоже привязан к столбу. Короче говоря, веревка хвоста, снабженного пăркăç, при поворачивании наматывается на находящийся на хвосте пăркăç, а веревка хвоста, поворачиваемого при помощи дупла, наматывается на надетое на столб дупло». V. хăвăл. || I. q. alias праппан, lignum versatile teres in extremo gubernaculo (xӳpe) ad perpendiculum collocatum, quo tecti circumactio expeditur. Шпиль. Шевле. Пăркăç та çавăн пекех, анчах вăл йопа çинче мар, хӳре çинчех. Пăркăçĕнне те вĕренне пĕр вĕçне йопаран кăкарнă. Кĕскерех каласан, пăркăçлă хӳрен вĕренĕ хӳрене пăрнă чох, хӳре çинчи пăркăç çине авранать, хăвăлпа çавăрнакан хӳрен вĕренĕ — йопа çинчи хăвăл çине авранать. Так же [как хăвăл, устроен] и шпиль, только он не на столбе, а прямо на руле. Веревка шпиля тоже привязана одним концом к столбу. Короче говоря, веревка руля, снабженного шпилем (еine Spille), навивается при повертывании руля на имеющийся на нем шпиль, а веревка руля, вращаемого при помощи дупла, навивается на надетое на столб дупло.

терĕш

(т’эрэ̆ш), i. q. тевĕш. Шевле. Хӳрене пĕр пĕренепе 2 шăпран тунă; пĕрени вăта çĕрĕнче шăпĕсем аяккисенче; çав аяккинчи шăпĕсене терĕш теççĕ. Руль сделан из одного бревна и двух брусьев; бревно — посередине, а брусья-по бокам; эти боковые брусья зовут тяжами.

тӳпе кашта

(к̚ашта), tigna duo a summo cacumine utroque versus porrecta, inter quae tigna collocatum est хайчă пуканĕ. Тоскаево. Тӳпе кашта иккĕ пулать: пĕри хайчă пуканин пĕр енче, тепри — тепĕр енче. Брусьев, называемых тӳпе кашта, два: одан по одну сторону маковка (хайчă пуканĕ), а другой — по другую.

аялти чул

meta, нижний жернов. Тоскаево. Аялти чул пăрмаях пĕр вырăнта; вăл нихçан та çаврăвмасть. П. И. Орлов (37).

чул савăлĕ

cunei, quibus molae librandae causa utuntur «клинья для выравнивания камня». (З5a ?). П. И. Орлов. Чул савăлĕсем чула пĕр пек тума кирлĕ, вăсем чулпа чул кашти хушшинче хĕсĕнсе тăраççĕ; вăл мĕн пурĕ тăваттă, чулăн пĕр хĕрне çĕклес пулсан, çав тĕлти савăла çапса чула хăпартаççĕ.

хул сакки

(ц’ул с̚акки, ч’ул с̚акки, ч’ол с̚акки), locus pistrini excelsior, ubi collocatae sunt molae. Кровать (сруб для камней). А. Турх. Чул сакки çинче чул тăрать. На кровати находится камень (на круподерке). Якейк. Чол сакки — он çинче чол ларать. Кровать — на ней находится камень. То же слово во мн. говорах. П. И. Орлов. Чул саккине (53а) чул сакки кашти çине хурса тăваççĕ. Сакки хăмисем пĕр пуçĕ кашта çинче тепĕр пуçĕ кĕлет пĕренине перĕнсе тăраççĕ.

чул çулĕ

(ц’ул с̚’ул’э), incisura(-e) molarum, наcечка(-и) на камне. Ст. Чек. Чул çулĕ икĕ тĕслĕ: пĕри центртан кайнă радиуссем пек, тепри центртан тухса пĕр мая сулăннă йĕрсем. Насечка на камне бывают двоякого вида: одни из них подобны радиусам, исходящим из центра жернова (прямые бороздки); другие имеют изгиб, направленный у всех их в одну сторону (кривые бороздки).

вăрăм хайчă

(вы̆ры̆м х̚аjζ'ы̆), quaedam pars tecti pistrini, какая-то часть крыши. Тоскаево. Вăрăм хайчă пĕр вĕçĕпе хайчă пуканне çыпăççа тăрать. Тепĕр вĕçĕпе вăта çĕрти пăрăса лексе тăрать. Вăрăм хайчă одним концом прикреплено к хайчă пуканĕ, а другим — к среднему брусу.

хӳре пăркăçĕ

(п̚ы̆ргы̆з’э̆), sive пăркăç, vectis lig­neus, quo параппан versatur, рычаг для поворачивания параппан. Тоскаево. Хӳре пăркăçне кĕскерех каштаран тăваççĕ. Унăн пĕр пуçне вĕренпе пĕвет витĕр тухакан йывăç çумне çыпăçтараççĕ. Хӳрене пăрас тесессĕн, пăркăçа тепĕр вĕçĕнчен тытаççĕ те, çавăрма тытăнаççĕ; вĕрен йăваланнă майĕпе хӳрене хăш май çавăрас тенĕ, çав май çавăраççĕ. Рычаг на хвосте делают из коротенького шеста, и один конец его прилаживают при помощи веревки к дереву, которое проходит сквозь пĕвет. Чтобы повернуть хвост, берут за рычаг с другого конца и начинают вертеть; тогда, по мере наматывания веревки, поворачивают хвост в ту сторону, куда хотят его повернуть.

хӳре пĕвечĕ

(пэ̆вэζ'э̆), sive пĕвет (m), lignum pla­num cui innititur хӳре парапанĕ. Поперечина, на которую упирается ворот, насаженный на хвост. Тоскаево. Хӳре пĕвечĕ пĕр тĕлтен арман хӳрине лексе тăрать. Унăн витĕр хӳре парапанне аял енчен лексе тăракан йывăç шăтарса хураççĕ. Хӳре пĕвечĕ в одном месте соединено с хвостом; сквозь отверстие в нем пропускают дерево, соприкасающееся снизу с (цилиндрической частью) ворота (т. е. ось ворота).

хӳре çавăрни

circumactio gubernaculi, вращение руля. Якейк. Хӳре пуçĕнчен канатăн пĕр вĕçне çыхаççĕ; тепĕр вĕçне йопа патне исе кайса, ăна онкă пак туса хуçлатса, çав онка ăричак чиксе, йопа тавра çавраççĕ, вара хӳре çавăрнă майĕпе йопа патнелле пырать. Вăл йопа патне çавăрса çитерсен, каната, тепĕр йопа патне илеççĕ. К концу хвоста привязывают один конец каната, а другой отнесут к столбу, сделают из него петлю, вставят в нее рычаг и наматывают на столб; тогда, по мере наматывания, хвост приближается к столбу. Когда хвост дойдет до этого столба, канат переносят к другому столбу.

хăвăл

(хы̆вы̆л), i. q. ворот хăвăлĕ. Шевле. Йопа çине тăхăнтарнă хăвăл йăвăç. Арман тăррине çавăрмалла чох çак хăвăла çавăрса хӳрене кăкарнă каната хăвăл çине аврантарса кĕскетеççĕ или вăрăмлатаççĕ. Пăркăç та çавăн пекех, анчах вăл йопа çинче мар, хӳре çинчех. Пăркăçĕнне те вĕренне пĕр вĕçне йопаран кăкарнă. Кĕскерех каласан, пăркăçлă хӳрен вĕренĕ хӳрене пăрнă чух, хӳре çинчи пăркăç çине авранать, хăвăлпа çавăрнакан хӳрен вĕренĕ — йопа çинчи хăвăл çине авранать. Дупло — дуплистое дерево, надетое на столб. Когда надо повернуть шатер, то, поворачивая дупло и таким образом наматывая на него канат, привязанный к хвосту мельницы, укорачивают канат или (разматывая) удлиняют его. (Перевод конца этого текста см. в пăркăç).

шăлтăрма

(шы̆лды̆рма), trochlea annexa infundibulo (пĕрне), per cuius orbiculum traiicitur funiculus, qui alveolum (­алтăркаç) cum сып яраканни connectit. Блок (прибитый к ковшу; через него проведена тонкая веревочка от «алтăркаç» к сып яраканни. Шевле. Тоскаево. Шăлтăрма пăрмай чалăш ырçа çумĕнче пулать; çак шăлтăрма витĕр пăяв яраççĕ. Пăявăн пĕр вĕçĕ ырçа таканине çыпăççа тăрать, тепĕр вĕçĕ шăлтăрманăн пăркăçне лекет. Ырçа таканине ăлăхтармалла-антармалла пулсассăн, шăлтăрманăн пăркăçне пăраяс пулать. Блок всегда бывает я ковше. Через блок пропущена веревка, один конец которой прикреплен к корытцу, а другой задевает за шăлтăрма пăркăçĕ. Чтобы приподнять или опустичь корытце, стоит только повернуть шăлтăрма пăркăçĕ. А. Турх. Такана çĕклекеннине шăлтăрма теççĕ; ăна пăраççĕ те, çĕклет вара вăл. Прибор для поднятия корытца называется блоком; его поворачивают, и он подымает (К).

арманла

ludi genus, cum pueri molam e glacie factam et in paxillum insertam versando delectantur, назв. игры (верчение ледяного жернова). Орау. Эпĕр ĕлĕк кĕркунне пăр çинче арманла выляттăмăр. Пăр пĕр шит хулăмăш пек шăннă чухне, пĕве çине пăртан пĕр аршăн тăваткалĕ пек çавраканн касса кăлараттăмăр та, ăна аял енчен пуртă сăмсипе пăркаласа шăтарса пĕр çу лупашки пек тĕпек вырăнĕ тăваттăмăр. Армань тĕпеккине пăр çине пĕр-ик кун малтан çапса кӳртсе шăнтнă патак пуçне якатса (тӳрлетсе) тăваттăмăр е пăр çине шăнса ларнă пăр катăкĕнченех тăваттăмăр. Унтан хай армана, тĕпекки çине тĕпек лупашкине тĕл туса, лартаттăмăр та, каллех арманин çиял енчен пĕр хĕрне (= хĕррине) пуртă сăмсипе шăтăк тăваттăмăр. Çав шăтăка туяна тăрăнтарса, туяпа çавăрса авăртаттăмăр. Арманĕ пĕр пек çаврака пулмасан, ăна авăртнă (çавăрнă) чухне пуртă çивĕчĕшне хирĕç тытса çавракалататтăмăр. Çап-çаврака пулсан, арманĕ, пĕре авăртса ярсан, тахçанччен (очень долго) халтăртатса авăрса ларать-чĕ. Ib. Ачасам пĕве çинче арман тăваççĕ.

арман

cannabiscirculoligneo ita irrtoluta, ut molae speciem repraesentet, посконь, толсто навитая на обруч от кадки и образующая на вид что-то в роде жёрнова. СТИК. Арман. Сӳсе стайкка кăшĕл йĕри-тавра çурăмăн-çурăмăн явкаласа хураççĕ те, вăл вара арман чул пек хулăн пулса каят; çавна арман теççĕ. То же и в Череп. Ib. Пĕр арман сӳс, ик арман сӳс. || Limbus (yкa) in circulum convolutus. Кив-Ял. † Пирĕн арман ука çук, кĕпе умне пусас çук. (Вăйă юрри).

арпалăх

(арбалы̆х), palearium, мякинница. СТИК. Арпалăха çатантан авса тăваççĕ, тăррине аслăк пекех улăмпа витеççĕ. Арпалăх варрине (иногда) пĕр юпа лартаççĕ, вăл юпа арпалăх тăррине тытса тăрат. Вăл юпа туратлă-туратлă пулат, çав туратсем çине çаппăççисем, кĕреплесем çакаççĕ. Тăват кĕтессинче тăват юпа, вăсем çатана тĕреклесе тăраççĕ. Арпалăхăн аслăк айĕ пулат, унта çунасем-мĕнсем, суха-пуçсем хураççĕ. Арпалăха авăн çапсан юлнă тăккаланччка хураççĕ; унта арпа, пуçах пулат. Мякинница делается из плетня, а крышу ее кроют так же, как крышу сарая, — соломою. Посредине мякинницы ставится суковатый столб который поддерживает крышу здания; на его сучья вешают цепь и грабли. По четырем углам мякинницы поставлено четыре столба, которые скрепляют ее плетеные стены. Крыша здания продолжается в виде навеса, под который ставят сани, сохи и т. п. вещи. В мяканницу складывают сор, оставшийся после молотьбы; там лежит мякина и (остатки) колосьев. Ч. П. Арпалăхри тăмана арпа чава (ц’ава) ларать çке; ах йыснаçăм, йыснаçăм, куçне чава ларать-çке. Сова, забравшаяся в мякинницу сидит там и все копается в мякине; наш (милый) зятек копается в своих (больных) глазах (т. е. ковыряет их и хочет спать), Цив. † Тĕвик-тĕвик тăмана арпалăхра чăх сыхлать! По-своему кричащая сова подкарауливает в мякиннице кур.

арпаш

(арбаш), misceri, permisceri, перемешаться, смешаться. Ст. Чек. Кĕпесене ытл’аван йĕркипе кашта çине çакса хунăччĕ, халь чистă арпашса пĕтнĕ. Рубашки были повешены в порядке на шесте, но теперь совсем перемешались. Ib. Пурçын çиппи кантăр çиппипе арпашнă. Шелковые нитки перемешались с суровыма нитками. || Perturbari, turbari, dispergi, dissipari. Прийти в беспорядок, разбрестись. Н. Карм. Сурăхсем паян кĕтӳре арпашша пĕтнĕ (= пĕр-пĕринчен саланса пĕтнĕ). Сегодня в стаде овцы разбрелись одна туда, другая сюда (в Череп. — перемешались сдругим стадом). Сир. 29З. Çапла вĕсем (воины) тĕреклĕн, арпашмасăр пынă. || In re futiii occupatum esse, пугаться с чем. Беседы на м. г. Тĕнче шухăшĕпе арпашса пурăнакан (думающих о мирском) çынсенчен хăшĕ-хăшĕ праçник час-час килнĕшĕн е, чирлесе, ĕçлес кун юлнăшăн ӳпкелешме те хăрамаççĕ. || Strepere, strepitum facere, tumultum facere, шуметь, возиться. Шибач. Мĕн арпашатăн? (так говорят в том случае, если двое либо трое примутся возиться в стучать и т. п.: тĕпĕртеттереççĕ, иккĕн-виççĕн тытăççа).

арпукли

(арбукл’и?), i. q. арпалăх. Торай. Хĕле мăнтăрланать, çула начарланать. (Арпукли). Зимою жиреет, летом худеет. (Загадка: мякинница). Ib. † Икĕ хĕр пухха кайнă, тет; каяла таврăнăçла арпуклине кĕнĕ, тет. Первай арпа çинă, тет, каран (scr. каран) пренĕк çинă, тет. Пĕр хĕр-арăм курнă, тет, хăраса сăкă-сăкнă (т. е. сăх-сăхнă), тет. Тим.-к. † Тĕклĕ-тура (чит. тĕклĕ ура?) тăмана арпуклинче чăх сыхлать; чăххи чее, тыттармасть. Мохноногая (?) сова подкарауливает в мякиннице кур; но куры хитры, и не дают себя поймать. То же слово в Зап. ВНО.

арçури

(арз’ури), то же, что ар-çури. Могонин. Арçура çынтан пулнă усал. Ĕлĕкхи çынсем турра та сута та пĕлмен. Çавсем, ялта пĕр канаш туса, кам усал ĕç тунă, кам ырă ĕç тунă, никама та калама хушман; çапла вĕсем пĕрне пĕри тупа туса чарнă. Кам суккăр, куçсăр, холхасăр, сусăр (больной), оксак, ĕçлеме полтарими ват çынсене тăрантарасран хăраса, вăрмана илсе кайнă та, çапса вĕлернĕ. Вилнĕ чох мĕлле кăшкăрса вилнĕ, çавнашкал вăрманта кăшкăрса çӳренĕ вĕсен чунĕсем. Çавсене вара арçурисам тенĕ.

арччис

(арц’ц’ис, с littera non emollita), a v. Russ., quae significat histrionem. Ita app. homo agilis, iocosus, dicax, facetus^ qui variis artibus coronae risum movere atque earn mirifice delec-tare potest, штукарь, «артист». СТИК. Ай-ай арччиc! Тем те хытланат! Вăт арччис! Аçтан вĕреннĕ! — Ку сăмаха тем-те-пĕр хытланакан, тĕрлĕрен япала туса кăтартакан, чĕлхе-çăвартан маттур çынна калаççĕ. Ну и артист! Чего только он не выделывает! — Вот артист! Где только он этому научился! — Так говорят о том, кто выкидывает разные штуки, выделывает перед зрителями различные вещи и очень боек на язык.

аршăн

(аржы̆н), i. q. ашăм. КС. Пĕр аршăн. сĕлĕ аштартăмăр.

аса кил

(аза к̚ил’, аза к̚ил’), venire in mentem, приходить на память. БАБ. Хăшĕ малтан аса килет, çавна тăваççĕ. Что раньше придет на память, то и делают. Н. Изамб. † Ах, тăванам, пĕр чунăмçăм! асăнмăр-ши асăра килмен чух. Ах, мой родимый, ах моя душа! не вспомнишь-ли ты ненароком обо мне? Якейк. Тем чоль шохăшласан та, онăн ячĕ аса килмеçт. Сколько ни думал, а все его имя не приходит мне на ум. Ирч-к. Аса килмест. Не приходит на память, не вспоминается. Орау. Çавăнтах эпĕ вăл çынна таçта курни аса килсе карĕ. Вдруг («тут же») мне вспомнилось, что я где-то видел этого человека.

асăмлăх

(азы̆млы̆х), recordatio, воспоминание. Сир. 45. Ман асăмлăх пылтан тутлă, мана тытса тăни шерпетрен симлĕ. Воспоминание обо мне слаще меда, и обладание мною приятнее сыты. Ib. 71. Вилне çыннăн хăй пĕр лăпланнăскерĕн асăмлăхĕ те лăплантăр, унăн чунĕ пĕрре тухса кайнă, ун тĕлĕшĕнчен ăшна пусар. С упокоением умершего да успокоится и память о нем, и утешься о нем по исходе души его.

асăн

(азы̆н), reminisci, recordari, вспоминать, поминать, упоминать. Якейк. Эп виçĕм çол ĕçтернине кĕрӳ халь те асăнать. Ib. Мана онта кам асăнакан полĕ? Кто, поди, меня там вспоминает? (или вспомнит). N. † Кайăк хур каят картипе хăмăш кӳлне ясăнса. Ах, тетеçĕм (тетеçĕм)! эсир каятăр ушкăнпа, атте килне асăнса, эпĕ юлатăп пĕчченçи çичĕ-ют килне асăнса! Дикие гуси летят вереницей, памятуя об озере с камышом. Ах братец (братец)! Вы отправляетесь гурьбой, намятуя об отцовском доме, а я остаюсь одна в чужом доме, памятуя, что я теперь уже в чужом доме, чужая! Сред. Юм. Асăннипе самай пõлтăр. Пõр япалана каçта туса пĕтерен, кăшĕ тăта асăннипе самай пõлччăр. (Об иной вещи хорошо, если и поговоришь только). Череп. Асăннипе иртĕ. Пройдет упоминанием (т. е. дальше разговоров дело не пойдет). Янш.-Норв. Анне кăмăлĕ çемçе кăмăл: асăнсан та йĕрет, асăнмасан та йĕрет. У мамы мягкое сердце: она плачет и тогда, когда вспомнит, и тогда, когда не вспоминает (бессознательно). (Хĕр йĕрри, из плача невесты). Ст. Чек. Асăннă — ака кӳлнĕ, тет. Как вздумал, так и за плуг. (Послов.; говорится неодобрительно о том, кто вздумает о чем-нибудь и сейчас же захочет выполнать свое намерение, не соображаясь с обетоятельствами). N. Сана асăннипе ал тытатăп. Жму твою руку, вспоминая тебя. || Memoriam alicuius cum caritate usurpare, поминать добром. Ст. Чек. Пирĕн ял-йышсем халĕ те сана асăнаççĕ. Наши деревенские до сих пор вспоминают о тебе. || При перемене интонацои та же фраза может иметь и дурное значение («поминают лихом»)]. Ст. Чек. Эп сана манмăп, асăнăп мана кăпла телейлĕ тунăшăн. Ib. Икерчĕ пĕçерсен, пирĕн анне калаччĕ: асăнса килекен çисе кайтăр, курайман хапхумĕнчен (= хапха умĕнчен) çаврăнса кайтăр. Когда мать пекла блины, она (всегда) приговаривала: «Поминающий добром пусть приходит и поест (этих блинов), а ненавидящий пусть повернет от ворот назад и уйдет. Ст. Айб. † Ай-хай савнă тусăм, хура куçăм! асăнать-ши пире курасшăн? Милый черноглазый друг! есть ли у него (нее) желание, стремится ли он (она) повидаться с нами? || Iniquo animo recordari. Также поминать лихом. Т.-И.-Шем. Умăнта пултăр, сĕт кӳле пултăр; эпир асăнатпăр, эсир ан асăнăр. Да будет это (т. е. поминальные яства) перед тобою молочным озером; мы вас поминаем, а вы нас не поминайте лихом. (Из поминального обряда «автан сăри»). Байгл. Эпир сана асăнатпăр, эсĕ пире ан асăн. Мы тебя поминаем, а ты нас не поминай лихом. (Из «нумилкке юрри», поминальной песни). Fontes I, 12. Ибрахим кĕрсенех, Тĕнче-çăвар тăрса ларчĕ, тет те: тархашшăн ан вĕлер, Ибрагим! ӳлмĕрен эпĕ сана асăнмăп, эсĕ мана ан асăн, терĕ, тет. Как только Ибрагим вошел в избу, Всемирное Хайло встало, село и говорит: «Ради бога не убивай меня, Ибрагим! С этих пор ни я не буду поминать тебя лихом, ни ты меня не поминай!» || Nomine appeilare alqm. De sponsa dicitur, quae prodiens inchortem omnes, quos ipsa diligit, nominatim appeilare solet, flebilibus modis de sorte sua querens. Также говорится о невесте, когда она выходит на двор и причитает, упоминая имена любимых ею лиц и угощая их пивом. Эй при этом дают и деньги в ковш. Череп. Сред. Юм. Качча каякан хĕр асăнма, тõхнă. Невеста вышла на двор «поминать». Ib. Качча каякан хĕр мана асăнчĕ. Невеста «помянула» в причитании мое имя (и дала мне пива). N. Хĕрĕ те кама хирĕç пулать, кураканне-пĕр асăнса йĕрет. || Deos nominatim appellare (de iis dicitur, qui rei divinae operantur). Также благоговейно произносить имена божеств во время жертвоприношений и молений. N. Алă çусан калать: «турра асăнар!» тет. Вымыв руки, он говорит: «Помолимся богу»! («помянем бога»). Сиктер. Хура халăх асăнать çичĕ тĕслĕ тыррипе, ачи-пăчипе, чӳ-ӳк (т. е. чӳк, producta voce, протяжно) — çырлах! Честный (трудовой) народ поминает имя твое (т. е. божие) и вместе с своими детьми приносит тебе жертву семью родами хлеба. Ib. Хăй вара çĕлĕкне хул-хушшине хĕстерет те, çапла каласа кĕле тума «тытăнать: «пӳлехçĕ, çырлах (scr. пӳлĕхçĕ-çырлах), пуснă шурă вăкăрăмпа (scr. вăкрăмпа) чӳ-ӳк... (h. е. чӳк, producta voce, протяжно) çырлах. Килĕшпе, ачам-пăчампа, выльăхăм-чĕрлĕхĕмпе пӳлĕхçĕ, чӳ-ӳк, çырлах», тесе ӳксе пуççапать. Ун хыççăн пурте: «ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ хапăл ил», тесе, ӳксе пуççапаççĕ. Асăнса ларса, çиеççĕ те, киле пуçтарăнса таврăнаççĕ. А сам кладет шапку свою под мышку и так молится: «Определитель, помилуй! С зарезанным белым быком, приняв жертву, помилуй. Со всем своим домом и с домочадцами, со всей скотной, молим тебя о помиловании». Товоря это, молящийся кладет земной поклон, а за ним и остальные поклоняются, говоря: «Определитель, прими святую жертву!» Потом, благоговейно, памятуя о божествах и произнося их имена, садятся и едят, а затем, собравшись, возвращаются домой. Чхĕйп. Вара пурне те асăнса (scr. ассăнса) пĕтерсен, юмăçне ĕçтерсе, укçа парса, усатса, лашана килне еçнĕ (и q. леçнĕ, scr. йĕçне). Вара ун хыççăн кил-хуçи, ăçта асăннă (scr. ассăнă), унта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Потом, помянув всех, накормили жреца (юмăç) и проводили его домой на подводе. Затем после него хозяин дома, по тем местам, где обитают духи, упоминавшиеся в молитве, побросал нухраты. || Parentare, поминать покойников. Нюш-к. Авалхи çынсем ӳкçисе (= укçисене) хунă чухне: е çынна вĕлерсе, е лаша-мĕн пусса асăнса çиекен-çиç илтĕр çак укçана, тесе, хунă пулать вара. Старинные люди, когда зарывали свои деньги (клады), то заговаривали так: «Пусть доищется этих денег только тот, кто убьет человека или принесет с молитвой в жертву лошадь, вспоминая положившего (т. е. произнося: «умăнта пултăр») и имея ввиду сказанное им заклятие». Шихазаны. Анне каларĕ: Пĕрре кĕрсĕра каç (накануне осенних поминок) хамăр пăяхамсем патне ваттисене асăнма кайса килтĕмĕр.... Мать моя сказала: «Однажды, накануне осенних поминок, мы съездили к деверю (точнее: «в дом старшего брата моего мужа») на поминки. || Alqd faciendi consilium inire. Также вознамериться сделать что-либо. Такмак 2. Асăннă кун тухаймарăмăр, тухнă кун çитеймерĕмĕр. В тот день, когда мы хотели выехать, нам выехать не удалось; в тот день, когда мы выехали, нам доехать непришлось. || Polliceri, promittere. Также обещать что-либо. N. Çураçнă чух асăннă япаласене, пыла леççе параççĕ. Они привозят им мед и (вообще) те вещи, которые были обещаны при сватовстве. N. Кунта лаша илсе килеççĕ, çураçнă чухне асăннине. Тут приводят лошадь, обещанную при сватовстве. Требн. 81, 14. Вĕсене ху пама асăннине илме тивĕçлĕ тунă. || Vovere. Говорится о религиозном или суеверном обещании или обете. Ч. С. Вара аттесем: Митрие чĕрт, чĕртсен, чӳк тăвăпар, тесе асăна пуçларĕçĕ. Тогда мой родители стали давать обещание принести жертву, если он исцелит Дмитрия. Ib. Пĕр асăннăскер (у др. асăннăскере) тăвас пулĕ; пĕр асăнсан, тумасан, юракан мар. Раз дан обет (принести жертву), то, я думаю, надо его исполнить; иначе нельзя. Макка 224. Унпала та черĕлмесен, юмăç мĕн калать, çавна тума тытăнать. Напр., юмăç хушăть вĕсене если вăсем хăйсен киремечĕсене туса, т. е. чӳклесе, пĕтернĕ пулсан, пирĕн святой çĕрсене асăнма хушать. Çапла асăнса хурсан, вăхăт çитет кайма. Çав святой ячĕпе така пусать и т. д. Если больному не поможет и это, то он прибегает за советом к йомзе. Напр., если они уже принесли жертвы всем своим киреметям, то йомзя советует ему дать обет посетить наши святые места. После такого обета наступает время его выполнения. Он закалывает в жертву этому (sic!) святому барана и т. п. КС. Кил-ăш-чиккинче (к’ил’ы̆шч’ик’к’ин’џ̌э) пĕр-пĕр çын чирлесен, укçа асăнса хураççĕ. Если в семействе кто-нибудь захворает, то кладут на определенное место деньги, давая при этом обет купить на них свечку тому или другому божеству. Сред. Юм. Асăнса хõнă õкçа. Кĕлле аяккалла (Ишеке, Хõсан хыçне) каяппăр, тесе, асăнса õкçа илсе хõраççĕ, çавна çапла калаççĕ. Деньгами, отложенными с обещанием, называются деньги, которые откладывают куда-либо, давая обет сходить на дальнее богомолье, напр. в Ишаки или на Пустынь. СТИК. Асăнса пĕрене çурăкне укçа хутăм (с определенной религиозной целью, с назначением, с ожиданием чего-то). Ст. Чек. Пытарнă укçана епле шыраса алтса тупмалла? — Йăтă, така, кăвакал, ĕне, кулачă. — «Кам та кам, мана, асăнса, така (е урăх япала, мĕн каланă хăй) çимесĕр ан тупайтăр» (т. е. пусть только тот отыщет зарытый мною клад, кто съест назначенную мною вещь, помянув меня). N. Ăста асăннă, çавăнта нухратсам пăрахса çӳренĕ. Ходили и бросали нухратки там, где они дали обет (принести пожертвование). Изамб. Т. 28°. Масар çине шыв сапас, тесе, асăнсанах çумăр хăпарать. Не успел он высказать обещания полить водою кладбище (во время засухи), а уж собирается дождь. Ст. Чек. Микула кĕллине кайма асăнтăм та, куçăмсем тӳрленчĕç. Я дал обет сходить к Николаю (в Промзино), и глаза у меня поправились.

асăнмалăх

(азы̆нмалы̆х), monumenti causa, на память. Ала 13°. Вăл мана çавă япаласене: асăнмалăх, тесе пачĕ. Он подарил мне эти вещи на память. Ib. 19. Акă сана асăнмалăх пĕр тутăр парам, тенĕ. Он сказал: «Вот я подарю тебе на память платок». КС. Юлташ мана асăнмалăх лайăх кĕнеке парса хăварчĕ. Товарищ оставил мне на память хорошую книгу. Ст. Чек. Ку япала манăн асăнмалăх. Это у меня souvenir. || Per translationem. Переносно. Ч.С. Тепĕр вăрçаканнин ерттелĕ сахал пулсан, ăна тепĕр сĕренччен асăнмалăхах хĕнеççĕ вара. Если у иного из дерущихся товарищей (защитников) мало, то его так изобьют, что он не забудет этих побоев до следующего «cĕрен». || Quod memoriae sive monumenti causa datum acceptumve est. Также предмет, данный, подаренный, оставленный на память. Сказки. Атте асăнмалăхне те пĕтерсе килтĕм. Я лишился и того, что оставалось мне на память от отца.

асăрха

(азы̆рhа), animadvertere, замечать, подмечать, следить за чем-нибудь, Т. VII. Вăл, çапла картасем урлă каççа пынă чухне, асăрхамасăр (нечаянно), пĕр турат çине çакланчĕ, тет те, кĕпине çурче-пăрахрĕ, тет. Сир. 102. Эсĕ манăн чурана Iова асăрхарăн-и? Синерь. Мĕн тăвас ĕнтĕ тата! Асăрхамасăр çаппăр пуль, те, вилсе карĕ пуль. Что же поделаешь! Вероятно, она по неосторожности («не замечая») ударила ее (equum, лошадь), и та околела. Орау. Шыв-шура асăрхаса кил. Во время пути (сюда) остерегайся при переезде через реки (в половодье). Якейк. Йăван çоккине каçпа тин асăрхарăмăр. Отсутствие Ивана мы заметили лишь вечером. || Observare, animo sequi alqd; memoria comprehen­ded, memoriae tradere, внимательно следить, запоминать. А. Турх. || Curare, custodire, заботливо присматривать за кем или за чем-либо. N. Эп кайса килеччен, пахчана асăрха-ха эс. Ты присмотри-ка за огородом, пока я ворочусь.

асăрхамасла

(азы̆рhамасла), inopinanter, casu, fortuito, нечаянно, невзначай. Перев. Пĕр ачи пĕчĕккĕрех пулнă, çавăнпа çырла пуçтарнă чух асăрхамасла пĕчĕк хулăран такăнса ӳкнĕ те, питне шăйăрнă. Один мальчик, еще маленький, собирая ягоды, нечаянно споткнулся о прут, упал и ссадил (оцарапал) себе лицо Йӳç. такăнт. 40. Асăрхамасла аллине тăвар кисиппи кĕрсе каять.

асту

(асту), meminisse, reminisci, animadvertere, notare, помнить, вспомнить, припомнить, замечать, обращать внимание. Шевле. Ăна халь хам та тĕлĕкри пек-çиç астăвап. Якейк. Эп халь ĕлĕк пĕре шăва кайнине астуса илтĕм. Ib. Йăван пĕчĕк чох пуçтарса çӳренине порте астăваççĕ. Все помнят, как Иван, когда был маленьким, ходил по-миру. Орау. Халь, астурăм ĕнтĕ! Теперь я припоминаю («припомнил»)! Ч.С. Тата нумай сăмахсем каларĕ те, анчах эпĕ пурне те астуса тăмаст (т. е. тăмастăп). Еще о многом говорил он, но я всего не припомню. Макка 206. Ку кĕллине малтан çырма астумарăм, уншăн ан çилен. Я забыл («не припомнил») написать эту молитву сначала; ты меня извини. Изамб. Т. 37. Ĕç патнелле çитнине астумаççĕ те (сисмеççĕ те). Они и не замечают, как наступает рабочая пора. Сред. Юм. Малтан карчăкпа старик ача мĕнле ӳснине лайăх астуса та пăхман. Сначала старик и старуха и не примечали хорошенько, как рос ребенок (т. е. не обращали внимания на его рост). Чăв. й пур. 37. Яхуть икĕ кунччен алтнă, Çимунĕ вăрттăн ялан астăвах тăнă. Ягуть рыл яму два дня; Семен все время, тайком, за ним наблюдал. N. Ас та туман. И не вспомнил; забыл, что надо было сделать. Ст. Чек. Эп, пырсан-пырсан, пĕр шăтăка кая патăм, ку çул çинче шăтăк пуррине ас та туман (или: астуман та). Шел, шел я, и вдруг провалился в яму: совершенно забыл, что на этой дороге есть яма. || Observare, custodire, curare, prospicere alicui, sustentare. Также присматривать за чем, охранять, оберегать, призревать, (кормить, одевать), оказывать поддержку. N. Пĕрре эпĕ вăрмана хуртсене астума кайрăм. Однажды я пошел в лес караулить пчел (пасеку). Псалт. 40, 2. Мĕскĕне, юрлă çынна астуса тăракан (призревающий) çын телейлĕ. Эпир. çур. çĕр шыв 21. Вармана икĕ хуралçă астăваççĕ. N. Алăксене астăвăр. Присматривайте за дверями, (чтобы кто не вошел или не вышел). СТИК. Лашасем астуса тăратпăр. Стережем лошадей (на кормёжке). Толст. Эппин ашака астуса тăр-ха. В таком случае пригляди за ослом. Альш. Леш лашисене астăвасшăн: каясса шухăшлать. Тот хочет посмотреть своих лошадей: собирается ехать. Актай. Амине тытса килтĕмĕр, хамăр уя ятăмăр; ирĕн те каçăн астăватпăр. Мы поймали самку (журавлиху), пустили ее в свое поле и присматриваем (чтобы не улетела, чтобы не задушил волк) и утром и вечером. Ст. Чек. Асту ачана, ан ӳктĕр. Следи за ребенком, чтобы он не упал. || Considerare, обдумать. Альш. Астăвăр унта, епле туйăнĕ. Посмотрите (обдумайте), как найдете сами удобным. (Здесь можно понять и в см. предостережения). || In imperativo positum significat cave, caveie. Пов. накл. этого глагола ставится при других повелительных в значении смотри,-те. Альш. Асту, никама та ан кала. Смотри, не говори никому. Ib. Астăвăр, шыва кайса ан вилĕр! Смотрите, не утоните! Орау. Асту, ан кай унта, хăна хĕнесе пĕтерĕç. Смотри, не хода туда, самого изобьют. Иногда употребл. в подобном же значении и вдругих случаях. Ст. Чек. Асту, вĕсем вĕт сана паллаççĕ. Смотри, ведь они тебя знают. N. Асту сана! Смотри, я тебе (задам)!

астукала

(астугала), verb, frequent, a praec. v. deriva-tum, учащ. ф. от асту, помнить кое-что; время от времени наблюдать; кое-как присматривать; время от времени оказывать поддержку; помогать так или сяк, то тем, то другим (ед. ч.). Ст. Чек. Эп авалхи юрăсене, хăшне-хăшне, халĕ те астукалап. Я до сих пор помню некоторые из старинных песен. Ib. Вăл халлапа пĕтĕмпех пĕлейместĕп, тĕлĕ-тĕлĕпе çапах та астукалап. Я всей этой сказки не помню, но кое-какие отрывки из нее остались у меня в памяти. Ib. Мĕн тума хур чĕппине хурчăкана тыттарса ятăн? Астуса тăмарăн пулĕ. — Астукаларăм, те! Почему ты дал ястребу унести гусенка? Ты, вероятно, не караулил. Лучше уж скажи, что ты плохо караулил! Ib. Эпĕ çамрăк чухнехисене хăшне-хăшне астукалатăп вĕт. Я ведь помню кое-что из того, что было в молодости. Ib. Эс ăна час-час астукала. Ты за ним почаще присматривай (с целью охраны или наблюдения). Орау. Ачана астукала-ха, ан ӳктĕр: эпĕ ăна сак çине лартса хăвартăм. Ты посмотри за ребенком, чтобы он не упал: я его посадила на нары. Ib. Тырра астукала-ха, чăхсем чавса, салатса ан пĕтерччĕр. Ты посмотри, чтобы куры не расшвыряли жита. Изамб. Т. 52. Çапла вара пĕр-пĕрне астукаласа, пулăшкаласа, аран хĕвел анна вăхăтра Пыр-Шывне çитрĕмĕр. Таким образом мы, время от времени помогая друг другу и присматривая друг за другом, еле-еле доехали на закате до д. Шумовки (Симб. у.). Якейк. Мари, эс ман хĕрсене те астукаласа лар, эп сана ыран чăкăт исе килсе парăп. Марья, ты и за моими дочками присматривай, я тебе (за это) завтра принесу сырца.

астăвасса

(асты̆васса), mea (tua, nostra) memoria, на (моей, твоей, его и пр.) памяти. Якейк. Эп астăвасса Карантăк варăнче çын çĕтсе каймалаччĕ; халь, шырасан та, пĕр йăвăç тымарри топас çок. На моей памяти в Карандыке (назв. оврага). мог заблудиться человек, а теперь, как ни ищи, не сыщешь ни одного корня. Ст. Чек. Эп (эпĕр) астăвасса вăл ĕç пулмарĕ. На моей (нашей) памяти этого не было. N. Эс (эсĕр, вăл, вĕсем) астăвасса кунта вăрман пурччĕ? Был ли здесь на твоей (вашей, его, их) памяти лес? Ч. С. Пирĕн ялта эпĕ астăвассах Пут ятлă çын кушил çĕклет. С тех пор, как я помню, в нашей деревне носит кошель человек по имени Пул. [Также говорят: эп астăвассăма (или: эпĕ астăвассăмра), эс астăвасса, вăл астăвасса, эпир астăвассăмăра]. СТИК. Эп астăвассăмах ватă та, ĕнтĕ эпир те ватăлса килетпĕр. (Он должен быть очень старым, так как) с тех самых пор, когда начинаются мои воспоминания, я знаю его уже стариком; да и сами мы уже становимся стариками. БАБ. Пирĕн ялта ĕлĕк эпĕ астăвассăмра, пĕр тукатмăш каррк пурăнатьчĕ. Прежде, на моей памяти, в нашей деревне жила одна старуха-колдунья.

асси

(аσσиы) degener, parvus, pusillus, deformis, debilis (deiis dicitur, qui aliqua ex parte deteriores sunt ceteris ab iisdem parentibus natis). Eadem v. etiam bestiae significantur ceteris una procreatis deteriores. Выродок, напр. если кто-либо из детей родится маленьким и таким останется и после. Употребл. также относительно животных и птиц, родившихся меньше детенышей того же помёта или птенцов того же выводка. Ст. Чек. Асси — ерттил çуралнă çинче начарри: сысна чĕппи, хур чĕппи, чăх чĕппи, йĕкĕреш ача; чи начаррине асси теççĕ. Синьял. Ĕлĕк пĕр карчăкпа, старикĕн вăтăр ывăл, пулнă, тет; вăсенчен пĕри асси пулнă, тет. Жили-были старик со старухой. У них было тридцать сыновей. Один из них был выродок, т. е. меньше других (по некотор. толкованиям — и слабее). Якейк. Эп ати ăвăлĕсенчен асси полтăм. Из всех своих братьев я уродился (каким-то) выродком, т. е. меньше других (у др. и слабее). Орау. Пĕр сысна çури так-кулхах пĕчĕккĕ ӳср. Апат та уйрăм çыман, ыттисемпе пĕрлех çырĕ... Асси темскер. Один поросенок, без видимых причин, вырос (каким-то) маленьким. И корм он ел вместе с другими, а не отдельно... Должно быть, выродок.

асав

(азав), или асав шăл (ш̚ыл), или (Тюрл.) асав тăлĕ (ш̚ы̆л’э̆), 1) dens caninus клык, (Череп.), 2) dens molaris коренной зуб (Тюрл.), З) dens molaris aut d caninus. коренной зуб или клык (Сред. Юм.). Huius locutionis prima tantum signi-ticatio vera atque propria esse videtur. V. орлă шăл, кайри шăл, тĕпри шăл. Бугур. † Вăл пĕр мăйăра катакан асав шăлĕ тапранĕ. Кто будет грызть этот орех, у того заболит клык. Череп. Çăварахлăха (c’ы̆вары̆хлы̆hа) асав шăл çине лартса, мана лаша сĕтĕрсе карĕ. Лошадь понесла (или: потащила) меня, закусив удила, так что нельзя было править. Н. Карм. Асав шăл — лашанăн янаххинче пулать. Клыки бывают у лошада на нижней челюсти. Тюрл. Асав шăлĕ — кайри шăл. Смотри, эп санне кайри асав-шăлне кăларса илĕп! тет. Асав шăлĕ — коренные зубы. «Смотри, говорит, я тебе задние коренные зубы вышибу!» (Говорится во время перебранки). В др. местах коренные зубы назыв. орлă шăл (Якейк.), тĕпри шăл (Ст. Чек.).

асап хур

punire, наказать. Чхĕйп. Е патша хăй сăмахне итлеменшĕн пĕр-пĕр йăвăр асап хурасран хăраса анчах кĕнĕ вăлсам тĕне. Или же они крестились потому, что боялись сурового наказания за неповиновение царскому указу.

асар-писер

(азар- п̚изэр), daemones maij, нечистая сила. Альш. Çула кайсан, асар-писере тĕл пулас мар: чун хăранипе пăсăлса кайăн. Когда будешь в дороге, то как бы не встретиться с нечистой силой: со страха можно повредиться. || Atrox, horribilis, furens, similis iurenti. Страшный на вид, бешеный (о буре и т. п.). Сред. Юм. Таçтан пит чупса тавăрнчĕ, хăй пĕтĕмпе асар-писер пõлнă, çӳçне-пуçне тăратнă. Не знаю откуда прибежал; сам стал каким-то страшным, волосы его стояли дыбом. Ib. Пит хõра асар-писер çăмăр килет ĕнтĕ; кăçта кайса кĕрĕпĕр? Надвигается страшная гроза; куда бы укрыться (от нее)? Ib. Асар-писер тăман, сильный буран, мятель (метель), пурга. СПВВ. МА. Асар-писер — çăмăр пĕлчĕ хура, тискеррĕн килнине (калаççĕ). Выражение асар-писер употребляют, говоря о надвигающейся страшной, черной дождевой туче. Тюрл. Асар-писер тăвăл килет. Несется (сюда) бешеная буря. || Nonnumquam adverbii vim habet. Употреб. также в значении наречия. Ст. Чек. Арăмĕпе упăшки пĕр вĕçĕмсĕр çапăçса пурăнсан: вĕсем асар-писер пурăнаççĕ, теççĕ. Ib. Асар та писер пурăнат. Н. Карм. Ашшĕсем хĕрне савман çынна качча парас тесен, хĕрĕ асар-писер хăтланать (= хирĕçет): каймастăп, тесе. Если родители вздумают выдать дочь за нелюбимого человека, то она и рвет и мечет, не соглашаясь выйти за него за муж. Тюрл. Мĕн асар-пиеер çиленсе çӳретĕн? Что ты так злишься? Янтик. Лашана пит хваласа, хăй кăшкăркаласа, лаши сиккипе кайсан: ну, асар-писер карĕ у! теççĕ (помчался с страшной быстротой). Пшкрт. Азар-пизӓр, астумазы̆р туза п̚ыракры̆м васкаνиыβӓ. Впопыхах сделал чорт знает что. Хорачка. Ондан азар-пизӓр токса тарды̆м. Я убежал оттуда, страшно перепугавшись (хăраса ярса). || Absurd.e, inconcinne; inconstanter (loqui). Также значит непоследовательно, без толку. КС. Асар та писер калаçать, ним йĕркине те тупас çук унне. Мелет (болтает) без толку, так что ничего и не разберешь. Питушк. Асар-писер калаçат. «Хорошенько не говорит» (жулик).

асат

(азат), morbus est, qui vitiata spina hominem gibberum reddit, название болезни позвоночника, которая вызывает у человека горб. О таком человеке говорят: асат хуçнă (хус’ны̆. Череп.) или асат çапнă. КС. Асат хуçнă ача ӳсмест. Ребенок, больной искривлением позвоночника, не растет. СПВВ. ЕХ. Асат хуçнă çыннăн çурăмĕ мăкăрăлса çӳрет те, ĕнсине чиксе çӳрет. Болезнь асат хуçни выражается в том, что у человека бывает на спине горб, и он ходит, опустив голову. Шибач. Асат хуçни — çорăм мăкăрăлса тохать. То же выр. встреч. в Сред. Юм. в Питушк. В записях СПВВ встречаю еще: асат хуçнă — «парализованный», что, повидимому, неверно. Тюрл. Асат çапнă çын, кособокий. Н.Т.Ч 4. Хай пирĕн кӳрĕшри Ваçан, çав ĕçке ĕçсе ирттерсен, пĕр эрнеренех хĕрĕн (= хĕрийĕн) çурăмне асат хуçса кăларнă. Прошло не более недели после этой пирушки, и у дочери нашего соседа Василья(?) появился на спине горб. Ст. Чек. Асат хуçни. Çурăм шăмми мăкăрăлса тухăт, е çын хăрах аяклă пулат. Асат ача чухне хуçат е сăпкара, сăпкана çил исе пăрахсан, е ахал, пулат. Ib. Асат хуçат-курпун пулат.

аслă

(аслы̆), magnus, amplus, latus, spatiosus, maior natu, maximus, summus, illustris, великий, обширный, широкий, большой, просгорный, старший, главный, знаменитый. Якейк. Хосан холи пит аслă. Казань очень большой город. Ст. Чек. Ку шыв — аслă шыв. Это большая река. Шарбаш. Шăмат туйĕ аслă. Шуматовская свадьба многолюдна. Ала 84. Кайсан-кайсан, пĕр аслă (i. q. мăн) вăрмана çитрĕ, тет. Через некоторое время он дошел до большого леса. Ев. Шăтăкĕ ĕлĕкхинчен те аслă пулнă, тет. Ст. Чек. Аслă пӳртĕн алăкĕ аслă. У большой избы большая (в отношении простора) дверь. Ib. Урапа аслă-ха, ларма çитĕ сире. Телега просторная, вам места хватит. Собр. Кĕçĕн пуçа чарайман аслă пуçа хĕн килнĕ, тет. Если не удержишь маленьких, то за это придется расплачиваться взрослым. (Послов.). Альш. Çитнĕ вĕсене. Çапах та «яшка-çăкăртан аслă пулмас»: ларат, сĕтел хушшине кĕрсе. Они уже сыты и всем довольны. Однако «больше хлеба-соли (похлебки и хлеба) не будешь»: идет и садится за стол (т. е. отказываться от хлеба-соли нельзя, не годится). Ib. † Елшелийĕн урамĕ аслă, урам. В Альшееве улицы широкие и длинные. Ч. П. Шурă шĕлепкенĕн хĕрри пархăт, ытла аслă тытни килĕшмест. У белой (войлочной) шляпы поля обшиты бархатом, но слишком широкая обшивка делает ее некрасивой. Ала 59. Аслă ĕшнере ут çултăм. Я накосил сена на широкой поляне. Якейк. Паян пасар пит аслă. Сегодня очень многолюдный базар. Байгл. Асла пуç, кĕçĕне тав! таршим челобитье, младшим привет! Ст. Чек. Эсĕ манран пĕр çул-кăна аслă. Ты только на один год старше меня. Расск. Фараон Иосифа аслă-аслă улпутсемпе тан туса вĕсенĕн хушшине кӳртесшĕн пулнă. Фараон хотел поставить Иосифа наравне с целым рядом знатных вельмож и ввести его в их среду. Чăв. й. пур. З4. Ĕнтĕ вăсене ялан та темĕн тĕрлĕ аслă-аслă çынсенчен ытла хисеплеççĕ. Н. Карм. Хурамалта выртан аслă киремет. Находящийся в Хорамалах главный киреметь. Истор. Чăн аслă турри Перун ятлă пулнă, вĕсем ăна аслати турри тенĕ. Самое главное божество называлось у них Перуном; они называли его богом грома. Якейк. Чăвашран сан пак аслă çын çок тетни-мĕн? Ты думаешь, что ты самый знаменитый из чуваш? Сала 91. † Пĕвĕр-сийĕр лайăх, ятăрч аслă, вăтанатăп умăрта тăмашкăн. Вы статны станом, и велика ваша слава — я стесняюсь стоять перед вами. || Maior sive amplior iusto. Также слишком большой. Ст. Чек. Ку кĕпе мана аслă. Эта рубаха мне велика. Ib. Ку тумтир сана аслăрах пулĕ. Эта одежда, пожалуй, будет тебе великовата. || Есть разница между «аслă» в «пысăк»: первое указывает на обширность предмета, второе вообщем на его размеры; поэтому «аслă», употребляясь в собственном значении, не может служить определением для имен предметов, которые обычно переменяют свое место или могут быть переносимы или перевозимы с одного места на другое. «Аслă» неприменимо и в тех случаях, когда указывают не на превосходство, а на относительную величину предмета. Поэтому всегда скажут: пысăк ача, большой ребенок (аслă ача — старший из детей); пысăк çын, человек большого роста; человек взрослый; пысăк ту, большая гора; пысăк çурт, большой дом (аслă çурт — большой и просторный дом); пысăк хурама, большой вяз; пысăк урапа, большая телега; пысăк чӳрече, большое окно; пысăк кĕнеке, большая книга; пысăк çĕлĕк, большая шайка; пысăк курка, большой ковш; пысăк алă, большая рука; пысăк куç, большой глаз; пысăк сĕтел, большой стол; пысăк хăма, большая доска.

аслинчен кĕçĕнни

(асλиын’ζ'эн’ к э̆з’э̆н’н’и), minor maiore; hoc nomine in sacrificiis ii deorum appellantur, quorum propria nomina ignota sunt, меньше старшего; так называют при жертвопринотениях тех из богов, имена которых неизвестны. И. Карм. Унтан юсмансене тытăнаççĕ. 10 юсман уйăрса илеççĕ те, вĕсене вара «турă тавраш» тесе, «аслинчен кĕçĕнни, аслинчен кĕçĕнни», тесе, пур юсман çине те йăва хурса, чӳклесе пĕтереççĕ. Унтан çĕр çине анаççĕ. Тата 10 юсман уйăрса илеççĕ, вĕсене вара «çуртри аслă киремет», тесе, 3 юсманĕ çине çухурса, «аслинчен кĕçĕнни», тесе, чӳклеççĕ. Ытти юсманĕсене те çапла: «аслинчен кĕçенни», тесе, чӳклеççĕ, вĕсенĕн ячĕсем çук... Вара малтан хăш-пĕр пашалăва хурса: «хаяр амăш», тесе, чӳклеççĕ. 22-мĕш юсманне, йăва хурса: «хаяр, çырлах!» тесе, чӳклеççĕ. Тата 4 юсманне: «хаяр таврашĕ, аслинчен кĕçĕнни», тесе, чӳклеççĕ.... Ку чӳксем ĕлĕк чăвашсем кивĕрен (кивэ̆раэн’) куçса килнĕренпех пур, çавăнпа: «çуртри аслă киремет», тесе, чӳклеççĕ. Юсманĕсене мĕне чӳклессин те ячĕсем пулнă та, анчах вĕçене никам та кунта пĕлекен çук, çавăнпа вĕсене «аслинчен кĕçĕнни» тесе чӳклеççĕ. Перевод этих отрывков следующий: «Потом принимаются за юсманы.. Отделяют десять юсманов и приносят их в жертву менее важным божествам, состоящим при главном боге (Мăн турă) и называемым «меньшими, чем главный», кладя на каждый юсман особые колобки (в Якейк. Йăва — колобки, преимущественно испеченные из ячменной муки и имеющие форму или лесного ореха, или крошечной чашечка, или шапочки с полями, или совочка и т. д. Тесто для них месится на скоромном масле или молоке. Едят в большие праздники, особенно на Рождестве). На этом оканчивается жертвоприношение небесным божествам. Потом переходят к земным. Отделяют еще десять юсманов, кладут на три из них масла и совершают жертвоприношение «главной киремети отчизны», а остальные юсманы приносят в жертву тем (киреметям), которые ниже ее по значению. Имен у них нет.... Потом кладут оставленную заранее кашу и оставшуюся лепешку, и совершают моление «Матери Зла». Двадцать второй юсман с колобками приносится (самому Злу), при чем говорят: «Зло, помилуй!» После этого совершается моление четырьмя юсманами младшим духам, состоящим при «Зле».... Эти жертвоприношения существуют изстари, с тех пор, как чуваши переселились сюда со своей родины (по преданию, из Казан. губ.), поэтому они и приносят жертвы «главной киремети отчизны (т. е. прежней родины). Были имена и у тех божеств, которым должно совершать жертвоприношения юсманами, но только (они забыты, и) их никто здесь не знает. По этой причине им и дают при молениях общее название «меньший главного». Из того же селения мне был доставлен список божеств, призываемых при совершении обряда «ĕретлĕ пăт-юсман», в числе которых упоминаются: тĕпри аслă кĕлĕ, çуртри аслинчен кĕçĕнни, икĕ аслинчен кĕçĕнни, виç аслинчен кĕçĕнни, тăватă аслинчен кĕçĕнни, пилĕк аслинчен кĕçĕнни, улт аслинчен кĕçĕнни, çичĕ аслинчен кĕçĕнни, т. е. коренная («тĕпри» я считаю равнозначущим «çуртри», т. е. находящаяся на первоначальной родине; см. выше), главная киреметь, следующая за нею постаршинстру (значению), третья по старшинству, четвертая по старшинству, шестая по старшинству, седьмая по старшинству, восьмая, по старшинству («та, которая меньше семи старших»).

аслă улпут

aliquis e proceribus, важный барин. Ст. Чек. Аслă-аслă улпутсем = пĕр тĕрлĕ аслă улпутсем (вăсем нумай, сахал мар), чи аслисем мар.

аслăрахçи

(-с’и), maior natu, тот (из группы) который побольше. Регули 644. Ман пĕр ул, аслăрахçи, аланса. У меня один сын, который побольше, женился.

аслă шыв

(ш̚ыв), amnis maior, doabtuaa peica, большая река. N. † Аслă шыв юхат аслăшпе, халăхпа пĕвесе чарас çук. Большая река течет во всю свою ширь, ее не запрудашь даже всем миром (т. е. общими силами всего деревенского народа). Кумарка. Тата аслă шывсем пĕчĕк шывсем юхса кĕнипе тулса каяççĕ те, пĕр енчен пăхсан, тепĕр енчи те курăнайми пулаççĕ. Большие реки, благодаря притоку малых рек, разливаются так, что с одного берега не видно другого.

Аслă-Шуйттан

(Ш̚уjттан), nom. agri prope vicum Кăнна-Кушки, praef. Buensis, назв. поля около с. Кошек-Ново-Тимбаева, Бурундуковской вол. Буин. у. К.-Кушки. Аслă-Шуйттан, Кĕçĕн-Шуйттан. Унта пĕр çын ӳксе пăсăлнă, тет, çавăнпа çапла ят хунă, тет; тата вăл вырăнсем пит тикĕс мар, тырă начар пулат, çавăнпа та калаççĕ. Большой и Малый Шайтаны (названия полей). Говорят, что там однажды упал и испортился (если человек упадет и испугается, то его поражает порча) один человек, поэтому эти места и получили такие наименования. Кроме того, там местность очень неровная и неплодородная, что тоже послужило причиною этому наименованию.

аслăк

(аслы̆к), tabulatum sub tccto aedificii, quod ампар айĕ appellatur, ex longuriis factum, ubi foenum stramentaque reponuntur. Tabulatum ex eadem materia sub divo factum atque quattuor columnis ligneis suffultum, ubi foenumet stramenta reponuntur. Aedificium ампар айĕ. Locus spatiosus, qui est sub tecto aedificii, quod ампар айĕ appellatur. Сенница, настилка из жердей под крышею сарая, на которую кладут сено и солому. Чертаг., Якейк. || Настилка из жердей, положенная на четырех столбах и ничем не прикрытая сверху; служит для складывания сена и соломы. КС., Альш. и Нюш-к. || Здание сарая. Ст. Чек. || Самое помещение под сараем. Альш. Хыçра, карташĕнче, сурăх картисем, ĕне картисем, ампар айĕсем (кунта сарай темеççĕ); ампар айĕсем çумĕнче, аслăк çийĕсем. Вăл аслăксем çине утă-улăм иле-иле хураççĕ: выльăхсене пама алă айĕнче пултăр, тесе. Сзади, во дворе, хлева для овец и для коров и помещения под сараями (слово «сарай» здесь не употребительно); а около сараев настилки на столбах, на которые кладут сено и солому, чтобы иметь под рукою корм для скота. Чув. прим. о пог. 318. Хĕлле аслăк айне пас тытсан, вăл çул пăрçа пит аван пулать. Если зимою иней ляжет на испод сеновала, то в этом году хорошо уродится горох. Ст. Чек. Урапасене, çунасене аслăк айне лартаççĕ. Телеги и сани ставят под сарай. Ала 290. † Аслăк ай тулли кăтра хĕр; шатах пире юраллă, пирĕн пиччене юрас çук. Под сараем полно кудрявых девушек; все они для нас подходящи, но нашему старшему братцу не подойдут. Собр. Пĕр шĕлепке айĕнче тăваттăн пĕр тăван хутшăнимасăр тăрăççĕ. (Капан хумалли аслăк). Под одною шляпкою стоят четыре брата и не могут сойтись вместе. (Загадка: настилка на столбах, на которой ставится стог?) N. Аслăк çинче вĕт чулсем выртаççĕ. (Çăлтăрсем). Зап. ВПО. Аслăк — поветь, сушила, навес. Аслăк çинче çур çăкăр выртать. (Уйăх). Над поветью лежит полкоровая хлеба. (Месяц). Чертаг. Аслăк — сайхалăх, õлăмсам хопартмашкăн (ампарайне саратпăр).

аçа

(аз'а), mas, masculus, самец. N. Аçа кушак или кушак аçи, кот; аçа сысна или сысна аçи, боров; аçа йытă или йытă аçи, кобель; аçа кашкăр или кашкăр аçи, волк; аçа упа или упа аçи, медведь; аçа тăрна или тăрна аçи, журавль; аçа çĕлен или çĕлен аçи, змея самец; аçа шапа или шапа аçи, лягушка самец; аçа тараккан или тараккан аçи, таракан самец; аçа чечек, мужской цветок растения (неологизм). Ст. Чек. Сысна кĕтӳ пĕр аçасăр çӳрет. В свином стаде нет ни одного борова. Ib. Ку хур кĕтĕвĕ аçасăр. В этой гусиной стае нет гусака. В. Ив. Вăл хупăсен ăшĕнче чечекĕн икĕ чи кирлĕ япалисем лараççĕ: пĕри — аçа чечек, тепĕри — ама чечек. || Etiam de arboribus et herbis dicitur aliisque rebus, quibus neutrum genus est. Иногда слова «аçа» и «ама» ставятся при названиях растений и даже предметов неорганической природы, которые представляются имеющими те или другие признаки, как бы указывающие на пол. Что касается растений, то определения «аçа» или «ама», поставленные при их названиях, вовсе не указывают на их действительные половые отличия, рассматриваемые в ботанике, а только служат выражением общего впечатления, производимого на наблюдателя внешним видом растения. V. аçа каптăрма, аçа çăл, аçа хăмăш. Ст. Чек. Аçа пултăран — тăрăлă, вăрăлă; çулçи тăвăр. Ч. П. Анне ывăлĕ пулаччен, аçа пултăран пулас-мĕн. || Pater. Также означает отца. Сред. Юм. Аçа пĕр те, ама ăрасна. От одного отца, но от разных матерей («Отец один, матери разные»). Аттик. Суха-пуçне тавăрса, пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. Перевернули соху и заставили держать ее девушку, которая была единственною дочерыо у своих родителей. (Из обряда «хĕр-сухи»). Ч.С. Тата аçаран пĕр ывăллă çынна мелке илсе пыртараççĕ. Кроме того, заставляют одного человека, единственного сына у своего отца, нести помело. (Из обряда «хĕр-аки»). Магн. 139. Пĕр аçаран-амаран хĕр таптатăп. Я, единственная дочь у отца-матери, топчу. Ст. Чек. Вĕсем пурте пĕр амаран пĕр аçаран, тет. Ib. Аçу, аçăвăн, аçăвă. || Fulminator. Также бог грома. Ч. С. Аттесем: çумăр çунă чухне çĕлĕке илсе сăх-сăхас пулмасть; çĕлĕке илсен, çӳç ăшне шуйттан кĕрсе ларать те, вара аçа çапса вĕлерет, тесе калатьчĕç. Родители говорили: «Когда идет дождь, не надо креститься, сняв шапку; если снимешь шапку, то в волосы залезет чорт, и тогда ударит гром и убьет». Ib. Чăвашсем аçа çапнине урăх тĕрлĕ шухăшлаççĕ, вĕсем: усал пĕр-пĕр çурта кĕрсен, турă вара, çав усала çапма хăтланса, çурта та тивертсе ярать, теççĕ; е пĕр-пĕр çын çумне çыпçăнсан, çапать, теççĕ. Тата çăмăр çунă чух хытă çӳреме каламаççĕ: хытă çӳресен, усал çыпçăнать, теççĕ. Чуваши обьясняют гром иначе; они утверждают, что если чорт спрячется в доме, то бог, желая поразить чорта, зажигает и самый дом. Также, по их мнению, он поражает и человека, к которому прильнет чорт (чтобы спастись от громового удара). Кроме того, они не советуют быстро ходить во время дождя, утверждая, что при быстрой ходьбе (к человеку) пристает, чорт. Б. Олг. Аçа çапсан, виç чалăша анса каят, теччĕ. Говорят, что при ударе молнии (громовая стрела) уходит в землю на три сажени. Шорк. Аçа çапас оммĕн çиçĕм хреçлĕ çиçет, теççĕ. Говорят, что перед ударом молнии молния сверкает крестообразно. Ч. С. Эпĕ, пĕчĕккĕскер, хăранипе нимĕн тăваймасăр, чӳрече патĕнче сăх-сăхса лараттăм; анне: чӳрече патĕнче ан лар, ачам! аслати авăтса, çиçĕм çиçнĕ чух чӳрече патĕнче ларсан, аçа çапса вĕлерет, терĕ. Я, будучи маленьким, не знал от страха, что делать, — сидел у окна и крестился. Мать сказала мне: «Не сиди, дитя мое, у окна! Если будешь сидеть у окна в то время, когда гремит гром и сверкает молния, то убьет громом». Собр., Козм. Аçа аçатнă (v. аçат) чухне хура çӳçлĕ çын çӳресен, аçа çапат, тет. Говорят, что если человек с черными волосами, (брюнет) будет ходить во время грома (по улице), то его убьет громом. Н. Карм. Аçа-çуррине аçа çаптăр, ама-çуррине амак çаптăр. (Авалхи ваттисен сăмахĕ). Ст. Чек. Аçа-турă пулĕ. Питушк. Ырă уяр аçи çаптăр она! тет. Торă чохлатăрах она! тет. Он (проклинающий) говорит: «Пусть его разразит громом в совсем ведряную погоду! Пусть накажет его Бог». Н. Карм. Аçа, çаптăр. Чтобы громом разразило! (Проклятие, брань). Ib. И, аçа çапманă (сапманй) пуçна! Чтобы тебя громом разразило! V. Оп. чув. синт. I, 417. Питушк. Аçа çăпасскер! Чтобы тебя (его, ее) громом разразило!

аçа-ама

(аз’а-ама), parentes, отец и мать. Ч. П. Аçа-ама çинче ӳсекен: ырă курмастăп, тесе, кам калĕ? Кто из тех, кто растет (воспитывается) при отце и матери (при живых родителях), скажет, что он не видит счастливой доли? Ib. Аçаран-амаран пĕр ывăл-хĕр. От отца и матери единственное дитя. Ib. Телейсĕр аçа-аманăн ачисем. Дети несчастных родителей.

аçа курки

(к̚урги, к̚õрг'и), trulla parva, qua mortuo. si ille mas sit, iusta facientes utuntur. Quibusdam vero locis etiam feminis iusta persolventes eodem vase uti videntur, назв. поминального ковошчка. Сред. Юм. Аçа кõрки. Арçын пумилккинче паракан яка йывăç кõркана калаççĕ. Под названием «аçа кõрки» известен гладкий деревянный ковш, в котором подают (пиво) на поминках по покойнике-мужчине [в других местах — и женщине]. Сред. Алг. Çĕр каçаччен çурта çунтарса лараççĕ, ăна вăрăм çурта теççĕ. Сурпантан, ăвăспа сĕрсе, çурта тăваççĕ. Çутăлнă чухне пĕчĕк-кĕççе чаплашкапала, арçын вилсен — арçын; хĕр-арăм вилсен — хĕр-арăм... (Hie nonnulla deesse videntur. Здесь какой-то пропуск). Кăна «аçа курки» теççĕ. Унта кашни пĕр-икшер пус укçа параççĕ. Унпа ирхине, çутăлнă чух, эрех илсе ĕçеççĕ. Çутăлсан, хĕвел тухиччен, ăрама пукан кăлараççĕ. Пӳрте пĕр çын та юлмасть, пурте тухаççĕ; сăра, вăрăм çурта, çăкăр, чăкат илсе тухаççĕ, пукан çумне урăх çурта çутаççĕ, çимĕçине пăрахаççĕ. «Аçа куркине» — чаплашкана: ме сана! тесе, çапса çĕмĕреççĕ; улăма вут тивертсе яраççĕ те, юрласа, пуканпа вут тавра виç хут çаврăнаççĕ. Пехиллесе кай! теççĕ. Хăй, патне кĕмеççĕ, урăх киле, ратни патне, кайса кĕреççĕ. — Пукан кăларса, вут çуттипе саламне ăçатрăмăр, теççĕ. Пĕр-ик каçран пĕр çĕре хутăштаратпăр! теççĕ. (По возвращении с кладбища, куда они ездили ставить столб [юпа] на могиле умершего) онв всю ночь жгут свечу. Эта свеча называетея «длиниою свечою» и делается из сурбана, натертого воском. На расевете, — если умер мужчина, то мужчина, а если женщина, то женщина, — в крошечной деревянной чашечке... (Nonnulla desunt. Здесь пропуск). Это называется «аçа курки». Тут каждый дает копейки по две денег. Утром на эти деньги покупают вина и пьют его. Когда рассветает, то, ранее восхода солнца, выносят на улицу обрубок дерева. При этом в избе не остается никого, а все выходят наружу и выносят с собою пива, длинную свечу, хлеба и сырцев. На обрубке засвечают другую свечу, а кушанья бросают. Чашечку, называемую «аçа курки», разбивают со словами: «На тебе!» (здесь саово на не в значении предлога; а в смысле возьми). Солому сжигают и трижды обходят с пением вокруг обрубка и огня при чем говорят: «Уйди от нас с благословением! (т. е. благословляя)». В дом умершего ни входят, а заходят к кому-либо из его родни. Они говорят: «Мы вынесли чурбан и при свете огня проводили его привет (значение неясно). Вечера через два мы соединим их (т. е. всех покойников) в одно место. Т.-И.-Шем. Çĕр варринче пĕр çынла «аçа курки» ĕçтерме хушаççĕ? Ăна пĕр витре сăра параççĕ, пĕр курка тыттараççĕ; вăл çын вара пӳртри кашни хăнине пĕрер курка ĕçтерсе çаврăнать. Кашни ĕçекенни курка ăшне, укçа ярать, укçине ĕçтерекен çынни сăра ăснă чух курка çинчен витрене ярать. Кайран, пурне те ĕçтерсе çаврăнсан, вăл укçасемпе, мĕн чухлĕ çитет, çавăн чухлĕ эрек илсе, çав хăнисенех ĕçтерсе ярать. Çутăлсан, хăйă пăрахнă-пăрахман вăхăтра çăкăра, чăкăта тата пĕр витре сăра илсе, ăрама тухаççĕ те, пĕр çĕклем улăма вут тивертсе яраççĕ. Çавăнта пур юлашки çимĕçсене те хуранĕпех çĕклесе тухаççĕ. Вут чĕртес умĕн илсе тухнă çимĕçсене хываççĕ, юлашкисене хуранĕпех хапхи кутне (по обьяснению И. С. Степанова — около тăнса юпи) тăкса хăвараççĕ. Вăл çимĕçсене кайран ик-виç кун пĕтĕм касăри анчăксем тулаша-тулаша çиеççĕ. Унтан вара, вут чĕртсе, вут тавра хĕвеле хирĕç виçĕ хут, алă çупса, купăс каласа, юрласа, ташласа çаврăнаççĕ те, вутне тап-таса сӳнтереççĕ. Унтан вара хуçа килне урăхран кĕмеççĕ, кӳршĕри пĕр-пĕр çын пӳртне пуçтарăнса кĕрсе, сăра пулсан, сăра ĕçеççĕ, эрек пулсан, эрек те ĕçеççĕ те, килĕсене таврăнаççĕ. Хуçисем те вара килне таврăнаççĕ те, çуртне-йĕрне, савăт-сапине тасатма пуçлаççĕ. Ку ĕç вырăс эрни кун ир пулат. Сĕтел çине чашкине, çăкăрне, чăкăтне ыткалакансене параççĕ е ăрамах чакаласа пăрахса хăвараççĕ (зарывают).

аçа çапать

аçа çапат, percutit fuimineiuppiter. Поражает молния. Ч. С. Эй, пĕр лашапа пĕр ĕнене аçа çапса вĕлерчĕ! Эй! Корову и лошадь громом убило! Изамб. Т. И. Ĕнер аякра та аçа çапрĕ. Таçтĕлте пулчĕ ул. Вчера и в стороне был удар молнии; только не знаю, где. Ib. Тутарсен меçĕтĕнтче шуйтансем пурăнаççĕ. Ул аçа çапни çав шуйтансене хăваласа çӳресе алăкне темиçе тĕлтен шăтарнă. In templis Tatarorum daemones mali degunt. Эта молния, преследуя чертей, пробила дверь (templi) в нескольких местах. Ст. Чек. Аçа çапса, шуйттана тивсен, cимĕсĕн-кăвакăн çунат, тет; шуйттана тивмесен, çунмас, тет. Говорят, что если молния попадет в чорта, то горит зеленым и синим, а если не попадет, то не горит. РЖС. 2. Кĕлетке ларакан çурт тĕлне çитсенех, пит хаяррăн аслати авăтса, çиçĕм çиççе, вăйлă çумăр çăва пуçланă. Кĕлетке çуртне аçа çапса, тĕппи-йĕррипех салатса пăрахнă. Как только туча поравнялась с капищем, разразилась страшная гроза. Молния ударила в капище и разрушила его до основания. Алекс. Нев. Нимĕчсем Пскова илнине илтсен, аçа пек, çиçĕм пек çиленсе çитнĕ. Услыхав о взятии немцами Пскова, (Александр) метал гром и молнии [воспламенился гневом; м. б. здесь подражание русскому подлиннику, хотя мы встречаем в Б. Олг. след. отр.: «Ах, мăнаçа атат хаярăн», теччĕ: теме çиленнĕ перĕн çие», теччĕ, т. е. ах (говорят чуваши), как грозно гремит дед (дух грома)! Не знаю, почему он так на нас прогневался»]. Орау. Аçа çапнă пек шаплаттарать. Бьет сильно, резко. V. Золотн. 199 sqq. V. аçи, аçу, мăнаçа, мăнаçи, аçур, аçăр, ашшĕ. Б. Олг. Аçа çапсан, виç чалăша анса каят, теччĕ.

аçа çапашшĕ

ut[te] fulmen feriat! (utftej omnes dii deaeque perduint), чтобы [тебя] громом разразило! (брань). Йӳç. такăнт. 60. Аçа çапашшĕ! Сан пек выçă куçли те пĕр пуп çеç. || In plurali numero. Во мн. ч. Аçа çапашшĕсем, fulminis ictu digni.

аçа-чулĕ

, аçа-чолĕ, lapis ille, quo fulminator ferirc creditur. Изамб. Т. Аçа-чулĕ — гладкий желтоватый камень, аçа çапнă чухне çавăнпалан çапат, тет, т. е. когда бог молнии поражает предметы, то ударяет подобным камнем. КС. Аçа чулĕ — чăп-чăмăр, тăрăхларах та пулать (цвета высохшей замазки). Аçа çапсан, çĕре анса каять те, çичĕ (?) çултан анчах тухать, теççĕ. Ăна телейлĕ çынсем анчах тупаççĕ. Ăна сăра çине ярсан, пит хытă йӳçет те, пит хаяр пулать. Громовый камень бывает совершенно круглый или несколько продолговатый и похож по цвету на высохшую замазку. Когда бог молнии ударит им, то он уходат в землю и выходат оттуда только через семь (?) лет. Его находят лишь счастливцы. Если положить его в пиво, то оно очень сильно бродит и бывает очень пьяным. Хорачка. Аз'а џол’ы̆. пилэ̆к порн’ан jэ̆ри-да п̚ор онда, чол'ы̆ с’омы̆на. Громовый камень. На камне заметны следы от пяти пальцев. Н. Седяк. Аçа чулĕ. Аçа çапсан, темиçе çултан тухать; ăна, сăра йӳçмесен, сăра ăшне яраççĕ. Громовый камень выходит из земли через несколько лет; его кладут в пиво, если оно не бродит. Сред. Юм. Аçа чõлĕ. Хõрарах-сарă хытă чõла калаççĕ. Громовым камнем называется твердый камень черновато-желтого цвета. СПВВ. ИА. Аçа чулĕ. Чăвашсем: усал çынна аçа çапать, теççĕ. Громовый камень. Чуваши говорят, что бог молнии поражает (им) злых людей. Сказки и пред. чув. 47. Янтрак йăнăшма ĕлкĕрне çĕре тепĕр аçа чулĕ унăн çине Петĕр аллинчен персе те анчĕ. Ст. Чек. Аçа чулĕ тесе, пĕр йышши симĕс чула калаççĕ; ăна çĕçĕ витмес, вĕртереççĕ; сăра йӳçĕтнĕ çĕре ярсан, сăра аван йӳçет, теççĕ. N. Аслати алтса, аçа çапсан, хăш чухне çапнă япала хыпса та каять. Хăш чухне тата аçа ахаль çĕрех çапать те, аçа чулĕ çĕр айĕнчен çичĕ çултан тин тухать, тит. Çав чула сăра йӳçĕтнĕ чухне: сăри хаяр пултăр, тесе, сăра катки çине хураççĕ. БАБ. Виçĕ каçчен çав сăмахсене каласа вĕрсен, тăваттăмăш каçхине вучаха хуран çактарса, унта аçа чуль тата виç каç вĕрнĕ шыва ячĕ. Она (он?) произносила эти заклинания в течение трех вечеров, а на четвертый вечер велела повесить над очагом котел, положила в него громовый камень и влила воду, над которою она произносила заклинания в продолжение трех вечеров. (Из обряда «Пăсташ тасатни» — очищение порчи). Там же сказано, что этот — камень выбивает и выжигает порчу, насланную на дом (çуртăран пăсташа çапса çунтарса кăларат).

аçамсăрха

v. ign., неизв. сл. ЧС. Ачасем, çапла пуçтарса пĕтерсессĕн, çăнăхне пĕр аçамсăрха арăм патне пашалусем пĕçерме хăвараççĕ. Собрав все, дети оставляют муку у... женщины, чтобы она напекла из нее лепешек. (Во время «çăмăр чӳк»). Срв. асамçă.

аталан

(адалан), firmari, confirmari, corroborari, convalescere, grandescere, окрепнуть, стать тверже, встать на ноги (о ребенке). Календ. 1904. Паллă, çур-кунне çумăр час пулмасан, ун пек çĕр часах, шăтнă тырă ыррăн аталанса çитичченех, типсе каять. Конечно, если весною долго не будет дождя, то такая земля быстро высыхает, — еще раньше, чем достаточно окрепнут всходы хлебных растений. Сир. 160. Вĕсен пăрушĕсем аталанаççĕ те, хирте ӳсеççĕ. Орау. Ун ачисем, аталанса, ĕçе çыпçăна пуçларĕç; малашне вăл аптрамаçть ĕнтĕ. У него дети подросли и стали приниматься за работу; теперь ему уже будет легче. Изамб. Т. Пĕчĕк ача аталанат. Ребенок крепнет, становится тверже. КС. Пирĕн ача пăртак аталанма хăтланать. Наш ребенок понемногу начинает (пытается) вставать, ходить ножками. О сохр. зд. 56. Çавăнпа чирлĕ çынсенĕн вĕсене çиесрен сыхланас пулать, чĕчĕ ачисене пĕртте пама кирлĕ мар; аталанарах панисене те пăртаккăн анчах пама кирлĕ. Поэтому больным нужно избегать есть их, а грудным детям вовсе не нужно давать; детям постарше тоже следует давать их только понемногу. || О речке. Тюрл. Çырма çорса аталанса кайнă. Овраг размыло (весною) еще больше. Янтик. Ку çырма çак пĕр-ик-виç çул хушшинче пит аталанса карĕ. Этот овраг в течение этих двух-трех лет очень расширился и удлинился. В Череп. в этом смысле употр. алталан: çунапа (урапапа) çӳресе, çул алталаннă «на дороге сделались от езды рытвины». || Переносно. КС. Анчах, уйăрăлса тухнă пулсан та, аталанма пуçларĕ-ха! Только что выделился (из семьи), а уж, смотри, начал вставать на ноги! т. е. обзавелся тем, что нужно в хозяйстве, наладил дозяйство, принакопил деньжонок и пр. Изванк.? Пирĕн патри çынсем пĕр-пĕрне, кăт аталанма хăтлансанах, курайми пулаççĕ. Е вăл çынăн лаши аван пулать-и, е ĕни аван сĕт парать-и та, çапла авантарах пурнаканнине кураймасăр, тăшманĕсем епле-те-пулсан вăл çынна сăтăр тăваççĕ. Как только кто-нибудь из наших сельчан начнет поправляться делами, другие начинают его ненавидеть. Напр., у него может быть хорошая лошадь или корова, дающая много молока; такого человека, живущего более или менее зажиточно, враги его ненавидят и вредят ему.

Атапакас

(Адабагас), nom, viri, личн. имя мужч. В. Олг. Иккĕн пĕр туан полнă, пĕри Атапакас. пĕри Тяпакас (т'абагас). Тяпакас калат: эс çакă çăл çине портă ут, тет, эп, тет, леш çăлне утам, тет. Утаччĕ. Çитет онта çăл патне портти вăлсань. Тяпакас пура пурат. Первей торпас хăйпăтнă чоне (калат): çирĕм килĕрен ытла ан хошăнтăр! (тет). Такки (таки) полчĕ: çирĕм киле çитет, тĕтĕм сӳнет (вилсе пĕтет). Атапакас калат — пура пурат: çаплах хошăнтăр! тет, торпас хăйпăтат. Халĕ ялĕ те пысăк полчĕ, хошăнса карă. Было двое братьев, Адабагас и Тябагас. Тябагас говорит: «Ты брось свой топор к этому роднику, а я брошу к тому». Бросают. Их топоры долетели до родников. Тябатас стал рубить сруб. Когда он отщёпывал первую щепку, то сказал: «Пусть (в моей деревне) никогда не будет больше двадцати дворов!» Так и сделалось: как только число дворов в деревне дошло до двадцати, дальнейшее увеличение населения прекратилось. Адабагас же, рубя сруб, сказал: «Пусть (моя деревня) разростается все больше и больше! Поэтому и деревня разрослась и стала большою. (Очевидно, имена двух основателей деревень, о которых говорит это предание, вымышлены и произведены от названий деревень Атапай-Касси и Тапа-Касси).

Атапай варри

nom. loci cuiusd. demissi. Назв. низженности, в версте от д. Беляевой, Янтик. вол. Цив. у. Бел. Хамăр ялтан пĕр çухрăмра, Пуянкасси сукмакки çинче, Атапай варри текеy айлăм пур.

атă ăсти

(ŏсτиы), sutor, crepidarius sutor, сапожник. Б. Олг. Атă ман чалăшша кайса пĕр енелле, она йосатма парас атă ăстине. У меня стоптаны сапоги, надо отдать их починить сапожнику. Так и в Череп. (ы̆сτиы).

Атăл

(Ады̆л), Rha, fluvii nomen, Bonra, Волга. Нюш-к. Атăл урлă каçнă чухне пĕр ачана, чĕч-ачине, тăлăп çанни ăшне чиксе каçарнă, тет. Çав ача, ӳссе, ялсĕм тăва-тăва хăварнă. Когда переправлялась через Волгу, то одного грудного ребенка перевезли в рукаве тулупа. Этот ребенок потом вырос и понастроил деревень. (Отрывок из какого-то предания, мне целиком не известного). Сред. Юм. Вун-тăваттă çапсан, Атăл пăрĕ каять. Когда день становится равным четырнадцати часам, на Волге начинается ледоход. (То же и в Якейк.). Собр. 70. Атăл хĕрринчи пĕлĕт кăвакарсан, тăман пулат, теççĕ. Если со стороны Волги небо посинеет, то, говорят, будет мятель. Шурăм-п. № 7. Атăл хĕрри кăвакарсан, çанталăк ăшăтать. Если небо со стороны Волги посинеет, то будет тепло. Чув. прим. о пог. 86. Атăл хĕрри кăвакарсан, çăмăр пулать, хĕлле ăшăтать. Если со стороны Волги синеет, будет дождь, а зимою-тепло (Чебокс. у.). Б. Олг. Атăл хохсассăн, тырă акма пĕлме лайăх: пит хохат-тăк, малтан акас полат; час хохмас-тăк, тăхтас полат. Но убыли воды в Волге можно определить, когда надо сеять: если убыль сильная, то надо сеять раньше, а если медленная, то надо подождать. Тораево. Атăл урлă каçсассăн, ăс кĕрет. Если перейдещь через Волгу, ума прибавится. (Послов.). Тоскаево. Атăл хĕррине çитмесĕр аттăла ан хыв, теççĕ. Пока не дошел до Волги, не снимай с себя сапог. (Послов.). N. Атăла курмасăр аттуна ан хыв. (Послов.). N. Хур хыççăн чăхă Атăл урлă каçаймĕ. Курице не перелететь за гусем через Волгу. (Послов.). Н. Карм. Атăл урлă лăпсăр-лапсăр упа каçат. (Утă лавĕ). Через Волгу тащится косматый медведь... (Загадка: воз с сеном). ЙӨН. Атăл леш енче çын сасси, çын сасси мар, пурт сасси; Атăл ку енче çын сасси, çын сасси мар, чан сасси та йыт сасси. На той стороне Волги человеческие голоса, — не человеческие голоса, а стук топора. На этой стороне Волги человеческие голоса, — не человеческие голоса, а колокольный звон и собачий лай. (Текст песни, кажется, передан не вполне точно). Н. Изамб. † Атăл айĕнче (= А. хĕрринче) аллă хур, пурте ула хур. На берегу Волги пятьдесят гусей, и все они пестрые. Юрк. † Хур курассу килсессĕн, Атăл айне анса кур. Если тебе захочется видеть гусей, сойди на Волгу. Ст. Шаймурз. † Атăл варринче улма йывăç, çулçи сарăлминччĕ шыв çине. Посреди Волги — яблоня; хорошо, если бы ее листья не распустились над водою. Ib. † Кăçал Атăл çийĕ шăнмарĕ, варринче шурă пулă вылярĕ. В этом году Волга не замерзла, и на ее средине играла белуга (?), Собр. † Сивĕех енчен çилсем вĕрсен, Атăлсем шăннине çавăнтан пĕл. Если подуют ветры с холодной стороны, то знай, что замерзла Волга. [Мн. ч. в этом отрывке употреблено вм. ед. ч.; перевод его, помещенный в моем «Оп. исслед. чув. синт.» I, 81, м. б. и неправилен (некоторые его оспаривают), хотя он и было снован на толковании одного чувашина, хорошо знавшего родной язык]. Микушк. † Атăлсем тулли шыв юхать; ишес пулсан, епле ишмелле? Течет полною рекою Волга, — как плыть по ней, если придется плыть. Янш.-Норв. † Икĕ Атăл, пĕр тинĕс, шывĕ юхать пĕр тикĕс. Две Волги и одно море, их вода течет одинаково равномерно. ЧП. Икĕ Атăл, пĕр тинĕс, юхайинччĕ шывĕ пĕр тикĕс. Ст. Чек. Атăл çинче пăр шăнса ларса çитмен = Атăл куçĕсем питĕрĕнсе ларайман-ха. V. шыв куçĕ. К.-Кушки. Ну, Атăл çинче ӳпре нумай та! Ну, и много же на Волге (т. е. над Волгой) мошек! ЧП. Атăлпалан тинĕсĕн хушшинче икĕ купса ларать сут туса. Между Волгою и морем сидят два, купца и торгуют. Алших. † Атăлтан арпус туха-çке (= тухать-çке) тулса тухнă уйăх пек. С Волги привозят арбузы, похожие на полный месяц. В. Тимерс. † Атăлĕсем тарăн пулмасан, юхаймĕччĕ-çке киммисем. Если бы Волга не была глубока, то по ней не могли бы плыть суда. Якейк. Йăван Атăла кайнă (так и в Череп.). Иван утонул в Волге (Срв. ib. Олатимĕр пĕвея кайнă. Владимир утонул в пруду). Ib. Атăл çине (так и в Череп.) ĕçлеме карĕ. Ушел работать на Волгу. Ib. Атăл çинче ĕçлет (так и в Череп). Работает на Волге. К.-Кушки, Череп. Атăла пулă тытма кайнă. Отправились ловить рыбу на Волгу. Кильд. Атăл çине вак касрăм. Я прорубил на Волге прорубь. N. Çула Атăлтан пулă тытса пурăнаççĕ. Летом (они) ловят на Волге рыбу. N. Тепĕр кунне ирех Атăл шывĕ çыран хĕрне (= хĕррине) илчĕ. На другой день, рано утром, Волга залила берег. || В Чист. у. так называют и Волгу и Каму, а Белую — Шур Атăл.

Хура Атăл

(Хура Ады̆л, Хурады̆л), Rha Niger, nom. fluminis, quod in carminibus invenitur, Черная Волга (встреч. в песнях). || Rhа. Гайтанк. Альш. † Хура Атăл урлă каçмарăм, Шурă тинĕс шывĕ ĕçмерĕм. Не переправился я через Черную Волгу, не испил воды Белого моря. ЧП. Хура Атăл çинче хура акăш. На черной Волге черный лебедь. N. † Хура Атăл хĕрринче хурлăхан татат пĕр ача. На берегу Черной Волги мальчик рвет черную смородину. Буин. † Хура [quo deleto Шурă, scriptum est, hand scio an falso) Атăлăн хĕрĕнче хăва çăвăлчи çурăлать-ĕçке. Те каятăн те юлатăн, унччен ăшăм çуна-çке (i. е. çунать-çке). На берегу Черной Волги распускаются листья тальника. Я не знаю. Уйдешь ли ты, или останешься, но ожидание томит мою грудь.

атма

(атма), saccus retis modo contextus, praelongo manubrio, quo pisces a piscatore in ripa stante capiuntur, наметка. Пшкрт., Щ.С., Н. Карм., Питушк., СТИК. и др. Альш. Атманăн аври вăрăм шерте. Шерте вĕçне кĕрепленнĕ пек урлă патак хунă, унтан вара каллех шĕвĕр тĕплĕ мишук пек çĕлесе янă: «атма хӳри» теççĕ ăна. Атма хӳрине те çипрен çыхса тăваççĕ. Атмапа пулла шыв хĕрринченех тытаççĕ. Рукоять наметки — длинаая жердь. К концу жерди приделана поперечина, а к ней привешено нечто в роде суживающегося книзу мешка, который называется кошелем; это — сетка, связанная из ниток. Наметкой ловят рыбу прямо с берега. Ib. Атмана йăлă витĕр, йăлă витĕр илсе çыхаççĕ. Наметку вяжут так же, как вяжут сети, — ячейку за ячейкой. Изамб. Т. Атмапа пĕр çын çырма хĕрринчен сĕрсе çӳрет. Наметкой ловит один человек с берега. Ст. Чек. Пĕр çын атмапа çырма тăрăх шыв хĕррипе пулă сĕрсе çӳрет. Один человек ходит по берегу речки с наметкой и ловит рыбу. Другое название наметки — пусмалла. Питушк.] || Item retis aucupatorii genus, какая-то сеть для ловли птиц. Сред. Юм. Атма. Кайăк тытма сĕреке пик çыхса тăваççĕ. Ее вяжут для ловли птиц так же, как вяжется бредень.

атсем

а v. extrita media vocali (сf. лашасем, лашсем, чӳречесем, чӳречсем). Ребята, товарищи, pueri, sodales. Ст, Чек. Унтан пурте, атсем, илеççĕ патак, атту чукмар. Потом все ребята берут палки или дубинки. Ib. Атсем! атьăр ыран Пуп çаранне лашсем çитерме (на кормежку). СТИК. Атсем! килĕр-ха кунта, пĕр сăмах калам! Товарищи! идите-ка сюда, я скажу вам одну вещь. Ib. Атсем, капла тусан, юрамас вĕт, мĕнле-те-пусан (= пулсан) урăхла тума çук-и? Товарищи! ведь так делать не годится; нельзя ли сделать как-нибудь иначе?

атте

(аттэ, ат'т'э), pater meus, мой отец. V. Аçу, Ашшĕ. Аттем, мой отец; аттемĕр, pater noster, наш отец. См. ати, атти. Сред. Юм. Атте вилчĕ — така пуç йõлчĕ, анне вилчĕ — хушпу йõлчĕ. Умер отец — осталась баранья голова (потому что голова барана достается на обеде старшему), умерла мать — осталось хушпу (головное украшение, увешанное монетами). (Поговорка, указывающая на безразличное отношение детей к родителям). Образцы 114. Хурамаран пĕкĕ авакана çӳлĕ кĕлет умне лартасчĕ: пире çăкăр-тăвар паракана атте кĕрекине лартасчĕ. Того, кто гнет дуги из вяза посадить-бы на верхний помост двухьярусного амбара; того, кто делит с нами хлеб и соль, посадить бы у батюшки за гостиный стол. Сред. Юм. Çавна тăвас пõлмасан, аттен ачи эп ан полам. Если я этого не сделаю, то пусть я не буду детищем своего отца! Так говорят в том случае, если вполне уверены, что сделают то, о чем идет речь. Ст. Чек. Пирĕн аттесем пĕр мар. У нас отец не один (мы от разных отцов). Сборн. мол. Эй çӳлти аттемĕр. Pater noster, qui es in caelis. СТИК. Пирĕн аттемĕрсем кăчуне пире пит хытă тыткала пуçларĕç. Наши отцы теперь стали держать нас строго. || In carminibus nuptialibus ita appellatur pater sponsae? Также называют отца невесты в свадебных песнях? Образцы. || Etiam socerum significare potest, h. e. mariti aut uxoris patrem. Иногда означает свекра или тестя. Ч.С. Инкесем пĕр çĕре тăчĕç те: эй мăнтарăн аттийĕ! Хаччен усал сăмах каламанччĕ, — ӳкĕрĕ (ӳгэ̆рэ̆, media vocali correpta; i. q. ӳкрĕ)-вилчĕ, мĕн тăвас!... Снохи сошлись все вместе и голосили: «Бедненький наш батюшка! До сих пор никогда не слыхали мы от него плохого слова!... Не стало его, — что нам делать!» Актай. † Симĕс шăрçа çип тиркет. Ай атте те, ай апи! эпĕ сан хĕрне тиркес çук. (Ĕçкĕ юрри).

çĕнĕ-атте

(с’э̆н’э̆), vitricus meus, мой отчим. Ст. Чек. Ман çĕнĕ аттерен пĕр шăллăмпа икĕ йăмăкăм пур. От отчима у меня есть один брат и две сестры.

атте-анне

parentes mei (nostri), мои (наши) родители. Хау. † Пире атте-анне пĕр турă. Отец и мать для нас — бог (здесь указывается на высокое значение родателей для детей). Сенчук. † Атте-анне çинче курнă ырлăх каяйинччĕ ĕмĕр тăршшăне! (i. q. тăршшĕне). О, если бы благоденствие продолжалось всю жизнь! СТИК. Атте-анне пур чухне кирек кама та пурăнма аван. Всякому хорошо жить, пока у него есть родители. (Здесь говорящий включает и себя). N. † Пĕвĕрех илемлĕ, сăнăр хитре, пан-улмисене çисе ӳснĕрен мар, ашшĕ-амăшĕ çинче ӳснĕрен. Красив ваш стан и пригоже ваше лицо, — не потому, что вы росли, питаясь садовыми яблоками, а потому, что вы выросли при отце и матери. Альш. † Аттерен-аннерен пĕрех ача, куçăхмасăр ӳснĕ эпĕ. N. Санăн аçу-анӳ пур-и? У тебя живы отец и мать? Сказки и пред. чув. 86. Атте-анна хăй хĕрне юратçа-çеç ӳстерет. Хĕртен арăм пулсассăн, ват упăшка кӳлешет. Тупрĕ пуян упăшка атте-анне хăй хĕрне, анчах унта мĕн усси — юратмасан пĕр-пĕрне? || Quoties separatim utrumque eorum significare volumus, dicimus аттепе анне. Вместо «атте-анне» ставят «аттепе анне» в том случае, когда принимается во внимание индивидуальность каждого из них. N. Эпĕ сирĕнпе пĕрле пымастăп. Кам юлать кунта? Аттепе анне хăй тĕлĕн, ватăскер, мĕн тăва пĕлĕ ву? Я с вами не пойду. Кто здесь останется? Что будут делать старые родители одни? Ст. Чек. Аттепе анне вилчĕç. Отец и мать умерли. Ib. Атте-анне вилчĕ. Мои родители умерли. Ib. Аттепе анне икĕш те вилчĕç. Мать и отец оба померли. Сказать: «атте-анне икĕш те вилчĕç» — нельзя. || Huius v. praedicatum fere singulari numero dici solet, sin autem аттепе анне dictum est, plurali. Сказуемое при «атте-анне» ставится в ед. ч. Ст. Чек. Атте-анне киле юлчĕ. Мои отец и мать остались дома. Ib. Аттепе анне вилчĕç. Родители мои умерли.

атте ятли

(jamλиы), qui eodem cum patre meo nomine appellatur, человек, которого зовут так же, как моего отца; тезка моего отца. Альш. Аттепе пĕр ятлă çынна ятран чĕнмеççĕ, атте ятли теççĕ. Если отец говорящего носит то же имя, что и другой человек, то, обращаясь к последнему, говорящий называет его не по имени, а иначе — тезкою своего отца. (То же и в Череп.).

атьăк

(ады̆к), vox, qua olim simia manus suas appellasse traditur, ручка, ручонка (слово, которре, по преданню, некогда употребила обезьяна). Череп. Юк-ел кĕтĕвĕнчи лашасене упăте утланса çӳресе ывăнтарнă, хăй ялан та пĕр лашана утланса çӳренĕ. Хуçи лаши çурăмне тикĕт сĕрсе янă. Упăте утланнă та, кучĕ çыпăççа ларнă. Туртăнат, аллипе пусса, çĕкленет — алли çыпăçат; кучĕ çине ларса, аллине туртат — кучĕ çыпăçат. Вăл вара каланă: атьăкки хăпат — кутьăкки çыпăçат, кутьăкки хăпат — атьăкки çыпăçат, тенĕ. Çапла лаша упăтене ялах исе пынă. Ăна вара пуш пурана хупса çунтарнă. Вăл, вĕсене ылханса, кăшкăрнă: Юк-ел юхăнтăр, Пухтел пухăнтăр! тенĕ. Çавăнта Юк-ел ялĕ пĕртте ӳсмес, Пухтел ялан ӳссе пырат, теççĕ.

ача

(аζ’а, аџ̌а; Пшкрт, Писмянка ача), infans, parvulus; puer; puella; virguncula; adolescens, adolescentulus, iuvenis, дитя, ребенок; мальчик; девочка; парень, юноша; девушка. Зап. ВНО. Амăшĕ пулсан, ачи пулать. Орау. Йăван арăмĕ ачи хыçĕнчен тасалнă ĕнтĕ. Жена Ивана уже оправилась после (ребенка) родов. Н. Седяк. Ача çуралсан, кăвапине касаççĕ. Ывăл ача пулсан, кăвапине çĕçĕпе е пуртăпа касаççĕ: çĕçĕ пек çивĕчĕ пултăр! теççĕ. Кăвапине пуртă çине хурса, çĕçĕпе касаççĕ, ак çапла каласа: ĕçе хавас пултăр! Икĕ тĕрлĕ калаççĕ. Примеч. Хĕр-арăм çăмăлланаймасан: упăшкине йăвăр, усал сăмах каланă пулĕ, теççĕ. Çавăнпа арăмĕ урлă упăшкине виçĕ хут каçараççĕ. Упăшки: унăн çылăхне каçаратăп, тет. Ача çуралсанах, çăварне çу хыптараççĕ. Ачана тĕне кӳртсен, пăртак пурăнсан, ача чăкăчĕ чӳклеççĕ. Чӳклессине пĕр-пĕр чухне ĕçсе-çисе ларнă чух чӳклеççĕ. Сĕтел çине çăкăр, ун çине пĕтĕм чăкăт хураççĕ. Унтан, ура çине тăрса чӳклесен, çăкăрĕпе чăкăтне вакласа, валеççе параççĕ. — Ĕмĕрлĕ пултăр, кунлă-çуллă, пултăр! теççĕ. Пĕр-пĕр çыннăн ача çуралсан: çĕнĕ кайăк çуралнă, теççĕ. Унтан тата ыйтаççĕ: ылттăн-и, кĕмĕл-и? теççĕ. Ылттăн — ывăл ача, кĕмĕл — хĕр-ача. Пин тенкĕ, теççĕ, çĕр тенкĕ. Когда родится ребенок, ему обрезывают пупок. Если родился мальчик, то пупок обрезывают ножом или топором, со словами: «Пусть будет остр, как топор». Пупок кладут на топор, разрезывают ножом и говорят: «Пусть будет работящим!» Говорят двояко. Примеч. При трудных родах делают предположение, что жена когда-нибудь сказала мужу что-нибудь оскорбительное и нехорошее. Поэтому заставляют мужа переступить через жену трижды. Муж заявляет, что он прощает своей жене грех. Как только родится ребенок, ему дают в рот немного масла. Немного спустя после крещения, молят ребячий сыр. Этот обряд справляют во время пирушки. Кладут на стол хлеб, а на него непочатой сыр: потом встают, совершают моление, а хлеб и сыр раздают по частям присутствующим. При этом говорят: «Пусть будет долголетен!» Если у кого-нибудь родится ребенок, то говорят: «Родилась новая птичка» (или: зверек). Кроме того, спрашивают: «Золото или серебро?» Золото — мальчик, серебро — девочка. (На это отвечают): «Тысяча рублей» (если родился мальчик и) «сто рублей» (если родплась девочка). Ср. Алг. Ача çуралсан. Пуçламан чăкăт илеççĕ, пуçламан çăкăр, сăра ăсаççĕ. Кĕл-тăваççĕ турра: турă! ху çуратнă чунна лайăх ырлăх-сывлăх пар пурăнма. Алăк уçса, пуççапаççĕ турра. Когда родится ребенок. Берут непочатой сыр и непочатой коровай хлеба, нацедят пива и молятся богу: «Боже! дай счастья и благополучия живому существу, созданному тобою!» Отворяют дверь избы и делают земные поклоны. Собран. 195. Ача çуратсан, ăна, тĕне кӳртсе, уйри тăр-пĕччен ларакан йăвăç патне илсе каяççĕ, унта хăйсем урăх ят хураççĕ; урăх ят хумасан, ача пурăнмасть, теççĕ. Когда родится ребенок, то его окрестят и отнесут к дереву, одиноко стоящему в поле. Там они дают ребенку другое имя, думая, что в противном случае ребенок не будет жить. Ст. Чек. Эпĕ ача çулĕнчен тухнă ĕнтĕ. Я уже вышел (вышла) из детского возраста (гов. когда исполнится 12 лет). Ib. Эс ача мар ĕнтĕ, ача çулĕнчен иртнĕ ĕнтĕ. Ты уже не ребенок, твои детские годы уже прошли. Ib. Ялан ача пулăттăн. Ты все хотел бы быть ребенком. Собр. 71. Ача пăхакан выççа вилмен, йытă пăхакан выççа вилнĕ, теççĕ. Кто ухаживает за ребенком, не умрет с голоду, а кто воспитывает собаку, умрет голодной смертью. Альш. Варвари Пăрăнтăкран Кашана качча кайнă. Ачине тутар арăмĕпе тунă, тет. Варвара вышла замуж из Бурундуков в Елховоозерную. Говорят, что при родах у нее была бабкой-повитухой татарка. N. † Улма пахчи турăм та эп, ача кулли пулчĕ вăл. Я рассадил яблоновый сад, но он достался в добычу детям (т. е. они воровала из него яблоки, ломали деревья и пр.). Ч.С. Эпĕ: халĕ мана никам та чаракан çук, тесе, ар шухăшăмпа шухăшласа ларатăп. Я сижу и думаю своим детским разумом: «Теперь меня некому останавливать» (т. е. удержввать от шалостей и проч.). Шурăм-пуç З. Çĕнĕрен тӳрри пур теççĕ те, çĕнĕрен тӳрри пур, теççĕ. Ай-хай, ача Учун пур та, çав Ивана пăрахаймаçть. Говорят, что имеется новый друг (любовник), а она, Ульяна, не можст бросить того Ивана. N. † Ай-хай ача Татьяна Киштек çулĕпе сиккипе. КС. Вăл ачи унăн кампа пулнă-ши? От кого у нее этот ребенок? Якейк. Валтанхи ар, хырăмра чох, эпĕр, туран куççа, анса лартăмăр. Когда я ходила первым ребенком, мы переселились с верхнего конца деревни на нижний. Шорк. Ачана кипкепе тыт. Держи ребенка в пеленках. КС. Эй, ачупа пĕрле!.. йĕрĕнтермĕш!.. Эх, чтобы тебя с твоим ребенком!.. Надоедник!.. Сред. Юм. Ача ӳкмен, сурчăк ӳкнĕ! Пĕчик ачасĕм ӳке парсан, пысăккисĕм, ачана тăратнă чухне, ача ӳкнĕ çĕре сурса, çапла калаççĕ. Не ребенок упал, а плевок! Когда упадет ребенок, то взрослые, поднимая его, плюют на то место, где он упал, и произносят эти слова. Чебокс. Тепĕр кун, кăнтăрлахи кĕлĕрен тухсан, атте ачана çĕклерĕ те, урамалла йăтса тухрĕ. На другой день, после обедни, отец взял ребенка (мою маленькую сестру) и понес ее куда-то на улицу. Собр. 103°. † Сак çинче ача вылясан, ашшĕ-амăшĕ курать — савăнать. Когда на нарах играет ребенок, отец с матерью смотрят на него и радуются. ХVIII. З1. Сак тулли ача пар. Дай полные нары детей. (Из моленья). Нюш-к. Ача пăлатна пулсассăн, уна пĕр çулталăкранах ĕмĕртме пăрахтараççĕ. Если ребенок здоров, то его советуют отнимать от груди, как только ему минет год. Ib. Тата тĕлĕкре пĕчик ачана курсан та, чирлессе, теççĕ. Говорят, что видеть во сне маленького ребенка также предвещает болезнь. Курм. Ача çăлтан топрăмăр. Мы нашли в колодце ребенка. Так говорят, когда родится ребенок. Вир-ял. Çав хĕр мана ача тет; аллине ача тытмасăр çав хĕр качча ан кайтăр! Эта девка называет меня мальчишкой; пусть не выйдет она замуж раньше, чем родит («возьмет в руки») ребенка! Шел. П. 66. Ача туман арăм ача тăвасшăн вилесене (покойникам) панă вĕт ăна (лоскут холста). Сарат. «Çывăр, ачам (хĕрĕм), çывăр! Аннӳ кайнă çырлана; татнă-татнă — ывăннă, унтах, выртса, çывăрнă. Аçа çаптăр, çиçĕм çиçтĕр, пирĕн аннене (или: санăн аннĕне) вăраттăр. Пирĕн анне вилсессĕн, çĕнĕ анне илĕпĕр. — Çĕнĕ анне аван мар, кивĕ анне аванччĕ: çĕнĕ курнитса ăшă мар, кив курнитса ăшăччĕ. Ст. Айб. † Чипер ача куйланать савнă ачи килментен. Красавица тоскует оттого, что не пришел к ней милый. Абыз. † Атăл çинче алă майра, сараппань виттĕр çил вĕрет. Пирĕн ачисем пулчĕ (ç) пӳлч (= пулĕ?) На Волге 50 русских женщин; сквозь их сарафаны продувает ветер. Вероятно, это были наши ребята. Альш. Вĕрентесси теплелле, çынсем унта темĕнле, епле пурăна пĕлмелле? тетĕп. Шухăша юлтăм хайхи ача. Как еще будут обучать? Каковы-то там люди? Как там жить? Задумался парень (т. е. я). N. Ыйтат, тет, ку хĕрĕнчен: камран сан ку ачу? тесе. Спрашивает этот у дочери: «От кого, говорит, у тебя этот ребенок?» Сказки и пред. чув. 17. Сĕм вăрманăн ачисем йăвисене кĕреççĕ. Дети дремучего леса входят в свои жилища. Регули 1248. Эй она ачан корса. Эп она арăмăн илтĕм. Я ее видел еще ребенком. Я ее взял вдовой. С. Тим. † Вун çитĕ çулхи ачупа кам юратса вылямĕ. С 17-тилетним юношей кто не пожелает играть? Альш. † Ашшĕ-амăшĕ ӳксе, йĕрсе юлчĕ ытам тулли сарă ачишĕн. Родители плакали навзрыд («упавши») о своей милой красавице дочке. Кратк. расск. 20. Атте, яр ачуна пирĕнпе. Отец, отпусти сына с нами. Изамб. Т. Унта халăх пухăннă çĕре асламăшĕ: ачи, ачи Павăлĕ! Пăхран-шăкран тасалнăччĕ, шыва кайса вилейчĕ, тесе, кăçкăрса йĕрет. Там, при собравшемся народе, бабушка (его) ревет благим матом, пряговаравая: «Бедный Павел! Только что ты успел вырости до того, чтобы ухаживать сам за собой, и уж утопул в речке!» N. Эсир пĕлекен Хурамал ачи Елеазар (конец письма). Известный вам Карамалинский парень Елеазар. Лашман. † Урамăрсем тӳрĕ пулас пулсан, хĕрхенмĕттĕм йĕс кĕлелĕ аттăма; ачисем ачана çитнĕ пулсан, хĕрхенмĕттĕм кĕмĕл çĕррĕме; ачисем ачана, ай, çитеймен, кĕмĕл çĕррисем ăстантан тухайман. Если бы улицы были прямые, не пожалела бы я своих сапог с медными подковками; если бы парни были на возрасте, не пожалела бы я своего серебряного кольца... Парни еще не выросли, серебряные кольца еще не вышли из литейного стана. Собр. † Çинçе пилĕк сар ача пĕччен çывăрнă чух, ай, пулайинччин! Ах, если бы красивый юноша с тонкой талией был около меня, когда я сплю одна. Эпир çур. çĕр-шыв. Шкулта пурĕ 90 ача вĕренет: вĕсенчен 50 ача хамăр ял ачи, 40 ача урăх ял ачисем. Альш. Ачапа вилнĕ. Умерла из-за ребенка (т. е. от родов). Ib. Çăмăлланаймасăр вилнĕ. Умерла, так как не могла разродиться. Ib. Çав çынпа пулса (çӳресе), ача тунă. Прижила от этого человека ребенка. Макка 142. Ача, пурăнасса нимĕн шухăшсăрах тенĕ пекех пурăнатăп. Живу я, братец, без всякой думушки и заботушки. || Qui blanciius alloquuntur, primae personae terminationem addunt. Прибавление к этому слову суфф. притяж. 1 л. ед. ч. делает обращение более ласковым. Изванк. Кин ачам! çынна ытла йăвăр сăмах ан кала, çынна тĕксе ан яр, ачам, çын сăмах хыççĕн кăлăх ан кай, хуна ху пĕл. Милая сноха! не говори другим оскорбительных слов, не отталкивай от себя людей, не поступай необдуманно по чужим советам, знай сама себя. (Наставление, даваемое молодой стариками и старухами; из обр. «Çĕн-çын яшки»). Ст. Чек. Ачам, кăлăхах çынпа вăрççа ан çӳре. Не бранись, дитя мое, попусту. || De pupa. О кукле. Сред. Юм. Калăпа пир таткисĕмпе чӳркесен, пĕчик ачасĕм: ача, тесе, çĕклесе çӳреççĕ. || In allocutionibus significat sodalem. Нередко употреблаетея в обращениях, в смысле брат (к лицам обоего пола, как и это русск. сл.). Б. Олг. Çитмест-и сана ик сом вонă пус? — Ах, ачам, çапла йӳн полат. Не будет ли с тебя шестидесяти копеек? — Ах, это, брат, (слишком) дешево будет! Ст. Чек. Ача, атя шыва кĕме каяр. Идем, брат, купаться.

çамрăк ача

ita appellantur pueri a quinto decimo usque ad undevicesimum ferme aetatis annum, парень лет 15—19-ти. Якейк. Пирĕн ял пуçĕпе ик çамрăк ача пасара иртсе карĕç. Двое молодых парней прошли на базар мимо наших деревенских ворот. || Infans non maior anniculo, ребенок не старше года. Ст. Чек. Çамрăк ача çулталăка çитиччен. «Вăл ĕнтĕ çамрăк ача мар.» Ib. Пĕр ик уйăха çитиччен çуралнă ачасене çамрăк ача теççĕ. Ребенка до двух месяцев зовут çамрăк ача.

хĕр ача

puella, a primo natali die usque ad sextum decimunr septimumve decimum aetatis annum, девочка, от рождения и до 16—17 лет. Якейк. Эп хĕр-ачасампа выляма пит йорататăп. Я очень люблю играть с девушками. Ст. Чек. Пĕчĕкçĕ хĕр ача, puella, decimum duodecimumve annum nondum egressa, девочка до 10—12 лет. Ib. Алăри хĕр-ача, puella lactens, девочка, которая еще сосет грудь. Сиктерма. Арçын ачасем, хĕр ачасем, пĕр çĕре пухăнса, килĕрен çу, сĕт, кĕрпе, пĕрер пашалу пуçтарса, аната шыв хĕррине пĕр хуран илсе анаççĕ. Мальчики и девочки, собравшись вместе, собирают с каждого двора масла, молока, крупы и по одной лепешке и, взяв котел, сходят к реке.

ача-ваçка

(вас’ка), hoc vocabulo adolescentuli inter se appellare solent, так называют друг друга молодые парни. Сред. Юм. Çамрăк ачасĕм пĕр-пĕрне ача-ваçка тесе чĕнеççĕ. (Срв. ib. Ваçка тесе, Василий ятлă çынна калаççĕ. Слово «Ваçка» соответствует русскому имени Василий).

ача купилле

(к̚убил’л’э, к̚õбил’л’э), adv. Ludus est puerorum, cum alii super alios ruentes magnum corporum acervum efficiunt. Детская игра: «куча мала!» Сред. Юм. Пĕчак ачасĕм, пĕр-пĕрин çине выртса, кõпа тăваççĕ, вара: ача кõпилле выляппăр, теççĕ. Маленькие дети, толкая друг друга, наваливаются один на другого и образуют (большую) груду; это называется «играть в кучу ребят». То же и у КС.

ача кӳпчĕкĕ

(к̚ӳпц’э̆гэ̆), secundae, Nachgeburt, послед. Чăвашем 2. Вара ачана çапла тирпейлесе хурсан, ача кӳпчĕкне илсе, çăпата çине хураççĕ те, ăна картана ут кункăри айне кайса лартаççĕ те, ăна пĕр-пĕр япала витсе хураççĕ. Вăл ача кӳпчĕкне пĕр çын, та курминччĕ, тесе, пит хытă пытараççĕ; ăна пĕр-пĕр курайман çын илсе, çав çăпатана ӳпĕне çавăрса хурат, тет; ăна ӳпĕнтерсен, вăл ача вилет, тет; вăл ача амăшийĕн вара урăх ача пулсан та, пĕри те пурăнмасть, тет. Уклав таким образом ребенка, берут послед, кладут его в лапоть, относят в хлев, ставят его под колоду, в которой месят лощадям, и сверху чем-нибудь покрывают. Послед прячут очень тщательно, — так, чтобы его никто не увидал. Говорят, что если какой-нибудь ненавистник перевернет этот лапоть низом вверх, то ребенок умрет, а сделующие дети его матери не будут жить, хотя бы они и рождались. То же слово есть ив Череп.

Ачалă вар

(Аζ’алы̆ вар), nom. loci cuiusdam. qui est prope vicum Ялавăр praef. Sengileiensis. Назв. урочища около с. Елаура, Сенгил. у. Елаур. Унта ĕлĕк пĕр шăнса вилнĕ ача тупнă, çавăнпа ăна Ачалă вар теççĕ. Называется так потому, что там когда-то нашли замерзшего ребенка.

ачалăскер

qui filium filiamve habet; qui habet liberos, имеющий дитя или детей. Пĕр ачалăскер, çак шалупа та пурăнĕ. Имея одного ребенка, он проживет и на это жалованье.

ачаллă-пăчаллă

i. q. ачалă-пăчалă, N. Юлашкинчен пĕр-пĕр ачаллă-пăчаллăрах çынна асăнса, ак çапла йĕрет. Наконец (невеста) называет по имени кого-нибудь из тех, кто имет больше детей, и причитает так. Якейк. Йăван, нумай полать-и-ха эпĕр ачасампа пĕрле ăрамра выляса çӳрени? Халь, хамăр ачаллă-пăчаллă полтăмăр! Давно ли мы, Иван, играли с ребятами на улице? а теперь сами обзавелись детьми!

ачана чӳке кӳртни

mos Tschuvaschorum, secundum quern infantes in sacra gentis suae admittuntur, введение ребенка в круг (народных) религиозных церемоний. Н. Карм. 81. Ачана чӳке кӳртни. Пирти чăвашсен, пур ăрăвăн та, ăрăвĕ-ăрăвĕпе хăйсене тĕрлĕ чӳк пур: пĕр ăру пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ. Çавăнпа, ача çуралсан, харкам хăй тăвакан чӳке (те): ача çуралнă йĕркипе, тесе, харкам хăй тăвакан кил-ăш пăтти-юсманне тăваççĕ (килĕсерен тăвакан чӳке çапла калаççĕ). Наши чуваши имеют особые родовые моленья — у одного рода так, у другото — иначе. Поэтому, когда родится ребенок, то каждый совершает по случаю его рождения свое семейное моленье («семейную кашу и юсманы»).

ача пиçнĕ уй

nom. agri, ubi infans fervent! iure am-bustus periit, поле около с. Тораева, Тораевской вол. Ядр. у. Тораево. Пирĕн патра пĕр уй пур, ăна Ача пиçнĕ уй теççĕ. Ăна ак мĕншĕн апла каланă: çав уйра пĕр ача пиççе вилнĕ, çавăнпа та ăна «Ар пиçнĕ уй» тенĕ. Около нас есть поле, которое носит название «поля, где сварился ребенок»; оно называется так потому, что на этом поле сварился и умер ребенок.

ача полкки

(п̚олкки), turba puerorum, толпа ребятищек (= ача ушкăнĕ). Якейк. Паян çаран çинче пĕр ача полкки конĕпех выляса çӳрерĕ. Сегодня на лугах весь день играла целая гурьба детей.

ача-пăча

(аζ’а-п̚ы̆ζ’а, аџ̌а-п̚ы̆џ̌а; Пшкрт ача-п̚ы̆ча), liberi, дети. Изамб. Т. Санăн ача-пăча пур-и? У тебя есть дети? К.-Кушки. Унăн ачи-пăчи (или: ача-пăча) пур-и? У него есть дети? Сирĕн ача-пăча пур-и? У вас есть дети? Вĕсен ача-пăчи (или: ачи-пăчи) пур-и? У них есть дети? Пирĕн ача-пăча çук. У нас нет детей. Собр. 196°. Капла эпир, мĕскĕн çынсем, пĕр ача-пăча та кураймарăмăр. Значит, нам, беднякам, не пришлось иметь ни одного ребенка. СПВВ. Х. Ача-пăча хыççăн кайнă сĕтел ури айне кĕрсе вилнĕ. Тот, кто подчиняется (потакает) детям, умер, залезши под стол. (Послов.). Янш.-Норв. Сана пуççапатпăр, сана асăнса витĕнетпĕр: ачу-пăчуна чарса тăр, вĕсем те пулин пире ан аптраччăр; эпир сана мĕн панине вĕсене те валеçсе пар. Мы поклоняемея тебе и молим тебя: удерживай своих детей и не позволяй им нас беспокоить (донимать); от того, что мы дали тебе, ты удели и каждому из них. (Из молитвы киремети). Якейк. Ачи-пăчи чей стаккань, эпĕр хамăр сохан юççи. Другие дети — точно чайные стаканчики, а мы — точно луковая горечь (т. е. плохие). Мыслец. Ача-пăча курас мар! Не видать мне детей! (Клятва). Ст. Чек. Ача-пăча ан курам! (то же). || Eadem voce in precando semet ipsos signihcare solent. Этим же словом молящиеся обозначают в молитвах самих себя. Айван ача-пăча кĕллине хапăл ту. Прими молитву глупых детей, т. е. нашу.

ача сутьйи

(с̚ут’jи), iudex puerorum, h. e. qui iudicis modo puerorum controversias dirimere solet. Сред. Юм. Ача сутьйи. Пĕчик ачасĕм пĕр-пĕринне вăрçсан, вĕсĕн патне пырса, вĕсĕн ĕçĕсене татакан арçынна калаççĕ. Детский судья. Так называют мужчину, который разрешает распри маленьких детей. (В Ст. Чек. употр. с оттенком презрения).

ача ту

(т̚у), partum edere, родить ребенка. Курм. Теменке çол порнаççĕ вăсам, арăмĕ ача тумаçть. Они прожили много лет, но жена его не родила детей. Чист. Унта вара ват карчăксем те пыраççĕ; ача тума пăрахнисем кăна пыраççĕ, çамрăккисем пĕри те пымаççĕ. Туда приходят и старые старухи; приходят только те женщины, которые уже перестали родить детей, а из молодых не приходит ни одна. Артюшк. З69°. Пĕр пичĕ уйăх, тепĕр пичĕ хĕвел ача тăваканне илер, тенĕ. Возьмем такую, которая рожала бы таких ребят, у которых одна щека была бы месяц, другая — солнце. Ст. Чек. Мĕн пур пĕр ар турăм та, урăх тумарăм та... Я родила всего только одного ребенка. Ib. Тăват ача çынпа тунă. Родила четверых от чужого (при живом муже). Альш. Эпĕ лайăх ача тăваймарăм, ялан пăрахса пытăм. У меня не было благополучных родов, а все выкидыши. Ib. Ăнман арăм вăл, ялан хырăм пăрахать. Якейк. Хĕр-арăм сара хутра анчах вон ачаран ытла тăвать. Женщина редко родит больше десятерых (у женщины редко бывает больше десятерых детей).

ача-хĕр

puer aut puella, puer vel puella, мальчик или девочка. Альш. Пĕр кĕтӳ хур хăвала-хăвала килет вара каçпа пĕр ачи-хĕрĕ. В таком случае по вечерам кто-нибудь из детей пригоняет гусиную стаю домой. (Это словосочетание кажется неудачным).

ачашлакала

(аζ'ашлгала, аџашлагала), v. frequent, a praec. v. deriv., учащ. форма от пред. гл. Якейк. Çӳрехе виттĕр пăхрăм та, пӳртре пĕр арăм ачине ачашлакаласа ларать. Я посмотрел в окно избы и увидел женщину, которая ласкала своего ребенка.

ачсемĕр

(ач’сэмэ̆р), i. q. атсемĕр. Тюрл. [В словах ачсемĕр, атсемĕр замечательно окончание мн. ч. «семĕр», которое в других случаях мне не встречалось нигде, за исключением следующей песни, имеющейся в рукописях, присланных мне В. Н. Орловым и записанной, повидимому, в с. Абызове, Ядр. у. Вуник пĕр юман пĕр кутра; турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр (с’ул’џ̌зэмэ̆р) çил майлă; халхи яшăсем хĕр майлă. Вун-ик çăка пĕр кутра; турачĕсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă; халхи хĕрсем яшă майлă. Двенадцать дубов из одного корня; их ветви — куда дубы (и направлении роста дуба; так толкует (И. С. Степанов), их листья — куда ветер (по направлению ветра); теперешние молодые парни — туда, где девицы. Двенадцать лип из одного корня; их ветви — куда липа, их листья — куда ветер; нынешние девицы — туда, где молодые парни. См. прим. в йӳней].

ах

(Ах), nom. daemonis cuiusdam mali, qui homines ad omnium rerum inopiam redigere posse creditur. Ab inieriectione ax ductum est, quae est vox suspirantis aut doientis. Ядр.? «Ах или вупкăн — бог, разоряющий дом; существо, противоположное хĕрт-сурт’у». В статье «Очерк религиозных верований чуваш» В. Я. Смелова (см. Магн. 244) «легенде о злом домовом Ахе» приписано русское происхождение, но едва ли правильно, так как нечто подобное мы встречаем и у авар. Среди чувашских текстов, присланных мне В. Н. Орловым, есть одна сказка об Ахе, («Йăмах Ах çинчен»), записанная мальчиком из деревни Яргунькиной О. М. Шорниковым и повествующая об одной старухе, которая отдала своего сына в ученье к злому колдуну Аху для того, чтобы тот преподал юноше искусство сладко есть и пить и хорошо (форсисто) одеваться, ничего не делая. Не передавая здесь содержания сказки, я приведу из нее лишь одно место, из которого можно заключигь с достоверностью, что бамое имя Аха происходит от междометия «ах». Кайнă чухне вăсем, пĕр чӳркӳллĕ ял витĕр тухсан, çăва кетессине ларчĕç, тет. Çав акан амăшĕ, ларнă чухне: ах! тесе ячĕ, тет. Çав хушăрах пĕр çын хыçалтан утса пырать, тет те: ак эпĕ Ах, терĕ, тет: мĕн кирлĕ сире? тесе ыйтрĕ, тет. По дороге они прошли через одно село и сели (отдохнуть) на углу кладбаща. Сидя здесь, мать мальчика вздохнула: «Ах!» В это самое время сзади подошел человек и сказал: «Ах — это я; чего вам от меня надо?»

-ах

(-ах), particula definitiya, quae proprie quidem ean-dem vim habuisse videtur, atque adverbia Latina modof tan-tummodo, nunc vero hoc modo adhibetur. Ограничительная частица, которая первоначально, повидамому, имела значение русского наречия только, теперь же ставится в следующих значениях. Ad augendum ponitur et cumulandum. Выражает усиление. Ст. Чек. Кунтах вĕт, ста каятăн тата шырама? Ведь (это) здесь (а не в другом каком-либо месте), куда же ты идешь искать? N. Çăл хĕррипе танах (прямо вровень) ларать. Регули 1343. Утсам-сăрах йолчĕ вăл. Кĕнекесĕрех пĕлет. Остался совсем без лошадей. Без книги знает. Ib. 1346. Эп она арăмăнах илем. Пусть она вдова, я ее все равно возьму. Çавăнпа утăнах корнать. Кажется точь-в-точь как лошадь. Скотолеч. 20. Кирек мĕнле суран пулсан та, малтан юн тухать, хăш чухне хытах (совсем сильно) юхать. Шурăм-п. № 4. Çакна Митюк амăшĕ вилнĕ те, хăй ачишĕн хăрасах кайнă (сильно испугалась): çăпан ан тохтăрах! (как бы, сохрани бог, чирей не выскочил). Альш. Никамах та палласах каймастăп-ха эпĕ ял çыннисенчен, Пăрăнтăксенчен. Я еще в сущности не знаю никого из деревенских, бурундуковских. Орау. Хĕрĕ тарсах каймаçть (т. е. не совсем противится ухаживанию). Регули 1361. Ватах мар. Не очень стар. Ib. Париш нумай илтни? Пат те нумаях илмерĕм. Много ли взял барыша? Не очень много. Ib. 1356. Çичĕ орапа полĕ-и? Он чолах çок (или: полимĕ те). Будет ли семь телег? — Столько не будет. Ib. 1359. Хăнча-та-полсан тытăп-тытăпах. Когда-нибудь непременно поймаю. Ib. 1342. Çăвашлах пит пĕлмест. По-чувашски он не очень то знает. Ib. 1340. Çолтан-çолах ватăлах пырать (поянланах) пырать. Контан конах çăмăлăн (çăмăлтарахăн) тойăнать (çăмăлланах пырать). Из года в год все старится (все богатеет). Из дня в день все становится легче и легче. Ib. 1506. Тытасах (тытас) мар полсан, тытмăпăр. Каймаллах мар пулсан, каймăпăр. Сред. Юм. Пит каясах тесен (если уж очень хотите итти), кайăр эппин. Регули. 1452. Эп она ачаннах корса. Я его видел еще ребенком. Орау. Питĕ вайлă тунă-пш? — Хытах хĕненĕ, тит. Очень здорово (сильно) отделали его (били)? — Говорят, что совсем здорово отколотили. Капк. 1929, № 1З, 6. Кунта паçăртанпах тăракансем пур. Здесь есть люди, которые пришли сюда давно («еще с давешних пор»). Регули. 1452. Эс каясшăнччĕ, каях. Он каяс килет полсан, кайтăр вăл. Ты хотел идти, так уж иди. Если ему хочется идти, пусть он идет. Орау. Тур куртăрах сана! Пусть же тебя бог накажет! Ib. Йытă çытăрах сана! Пусть же сьест тебя собака! Ib. Кашкăр тыттăрах ку чĕмерене! Пусть волк поймает эту дрянь! Якейк. Кĕрсе выртăрах, анчах пирĕн çималли çок. Ночуйте, но только у нас нет ничего съестного. (См. Оп. иссл. чув. синт. II, 144). || Aut ad definiendum diligentius. Уточнение. Якейк. Копайăнах (по копне) торттарса пĕтертĕм. Ib. Копипех тияçа килтĕм. Я привез сразу всю копну. Ала 4. Хопаха кĕчĕ, тет, лашине толах кăкарса хăварч, тет (т. е. не въезжая во двор). Регули. 1347. Эп сана окçанах памăп, таварăн парăп. Уж я тебе деньгами-то не дам, а товаром дам. N. Ман хулана ыранах (завтра же) тухса каймалла. Собр. 212. † Ирхине тăтăм, хура вăрман çинче сасă илтрĕм. Вăл сасă сасах пулмарĕ, курайман тăшман сивĕтрĕ. || Praeterea ponitur, ubi de eadem re aliud quippiam praedicatur. Тождество. Регули 1334. Ĕнер килекенĕ çав çынах. Çав çынах исе кайрĕ. Ib. 1ЗЗЗ. Çак кĕнеке çакăнтах выртать. Ст. Чек. Çак лашах кĕрсе таптарĕ-и? Ib. Çак лашах çамрăк чухне хĕрĕхшер пăтпа çӳретчĕ. Вот эта же самая лошадь, когда она была молодая, возила по 40 п. клади. || N. Тунă тунах, лайăхрах тăвас пулнă. Если уж делать, то надо было сделать получше. Çырнă çырнах, лайăх сăмах çырас. Изванк. Пирĕн каларĕç: пĕр тутарнă тутарнах, луччĕ аван тĕплĕрех тутарас, терĕç (= лучше заставить лучше сделать, если уж раз мы заставляли сделать, т. е. моление). || Ad confirmandum quoque adhibetur. Или утверждение. Янтик. Каланах ĕнтĕ эсĕ ăна аçуна, чăтаймастăн нимпе те! Ты непременно скажешь это отцу, никак не утерпишь! N. Тарçă тарçах вăл, çавăнпа сурăхсене пăрахса тарать вăл. Якейк. Пор порах, çок çоках. Достаток, так достаток и есть, а бедность, так уж бедность и есть (богатству нельзя сравняться е бедностью). Орау. Те ку япаласене шухăшласа кăларса çырнă, те ун пек ухмах пулнах та вара. Неизвестно, выдумка ли это («утка»), или же подобвый дурак существовал в действительности. Якейк. Каймастнах поч, ача! Нет уж, видно, ты не пойдешь! Альш. Патша калат тилле: тилĕ, сан каччу аванах иккен, тет. Царь говорит лисице: «Лиса, предлагаемый тобою жених действительно, кажется, хорош.» || Aut ad eligendum. Или выделение. N. Çырмасăр хăварас мар; ытлашши çырсан та, çырниях аван. Непременно надо написать; хоть и лишнее напишешь, а все-таки лучше написать. N. Кайниех аван. (Все-таки) лучше пойти, чем не пойти. || Aut ad modum rel constituendum. Или ограничение. О сохр. зд. Ерекен чир тумтирсенчен патакпа хулласах каймасть (одним выбиванием). N. Мана укçа кирлĕ мар, эп çак çăмарташăнах (только ради этого яйца) килтĕм. Якейк. Çак килтен паришах пин тенкĕ илет вăл (одного чистого дохода). Ib. Паянах мар, ыран та килĕп. Ib. Он çортсам Хосантах мар, Москавра та пор. Ib. Вăл вырслах мар, тотарла та пĕлет. Регули 1362. Пĕр çынах мар пырса онта. Не один только человек приходил туда. Ib. Маннах мар çохалнă. Не у меня одного пропало. Ib. 1364. Вот татмах кайри (= кайрĕ-и) вăл онта? Он пошел туда только для рубки дров? Ib. 1335. Çавăншăнах çиленчĕ вăл. Он рассердился только из-за этого. К.-Кушки. Вăл кĕнекене эпĕ икĕ тенкех илтĕм. Я купил эту книгу только за два рубля. Регули 1491. Эпĕрех мар (эпĕр анчах мар) корса, вăлсам та корса. Вăл вырăслах мар, тотарла та поплет. Изванк. Кашни чӳклемесерен урăх кĕлĕсемпе кĕл-тăваççĕ, пĕр кĕлĕпех кĕл-тумаççĕ (а не одною только). || Nonnumquam significat simulac, simulaique. Иногда значит как только. N. Эпĕ, татсассăнах, ыратнине пĕлмерĕм. К.-Кушки. Пырсассăнах каларăм. Я сказал об этом тотчас по приходе. Регули 234. Йор çусанах (çусассăнах) ирĕлсе каять. || Praeterea ponitur in sermone desperantis aut, quid agat, nescientis. Иногда выражает растерянность или отчаяние. Якейк. Коланай пама окçа штан топасах? Положительпо не знаю, где взять денег для уплаты податей! Ib. Шта ларасах ар? Йăлтах ăвăнса çитрĕм! (положительно не знаю, где сесть). Ib. Мĕн тăвасах? Мана тытма килеç, тет! Что делать? говорят, идут меня арестовать! || Alia, quae hue pertinent, exempla v. in. — ех. Другие относящиеся сюда примеры см. в статье — ех.

ахаль

(аhал’) temere, sine causa, frustra, incassum; sine usu, sine utilitate; otiose; nullo consilio; gratuito; sine mercede; simpliciter, sine apparatu, sine doctrina, sine rei ullius adiutorio; без причины, без основания; попусту; так себе; без употребления, без пользы; без дела; без особого намерения; даром, бесплатно; просто, без особых приспособлений, без предварительного приготовления или изучения и т. п. По-русски во всех этих случаях можно перевести наречием так. Ст. Чек. Ват çынсам ахал, каламан. Старые люди сказали (это) не без основания. Шурăм-п. № 26. Вĕсем калани ахал, пулакан мар. Их слова обыкновенно сбываются. Ч.С. Атте вара: ку ахал, мар, пĕр-пĕр çурта аçа çапрĕ пуль, тесе, урама пăхма тухрĕ. Тогда отец сказал: «Это (т. е. столь сильный громовой удар) не без причины; вероятно, в какой-нибудь дом ударила молния», и вышел на улицу посмотреть. Альш. Ашшĕ кĕтет-кĕтет те: ку ахал мартăр, тесе, шыв хĕрне чупса анат, тет. Прождав некоторое время, отец побежал на берег, предполагая, что это (т. е. невозвращение дочери) неспроста (не без важной причины). Янтик. Ăна вут тивертнĕшĕн ахалех (ямăçĕ) тумăçĕ. Ему (этот) поджог даром не пройдет. Якейк. Конăн ани ахальах чăсăлсă выртать. Его загон (полоса земли) лежит попусту (не засеян). Собр. Ахалĕн амăшĕ вилнĕ, теççĕ. (По обьясн. И. С. Степанова, соотв. русской посл.: «подаришь уехал в Париж, остался один купишь»). Юрк. Кĕнекисене ахаль (scr. ахал) илмелле пулмасан, эп укçа та тӳлĕп. Если нельзя получить книги даром, то я могу и заплатить. Аттик. Пирĕн парнене ахал, ан ту. Амин. Не сделай нашего приношения тщетным, т. е. прими жертву. (Из моленья). Н. Шинкус. Куккасем: киле килнĕскере тасаттарас, тесе, тем парасса çитнĕ. Тасатсам-а, сана ахал, тумăпăрах! тие пуçларĕç. Дядя и его семейные, желая, чтобы цыган, раз он пришел в дом, изгнал порчу, готовы были дать ему за это некесть что. — «Пожалуйста, выведи у нас порчу», говорили они ему: «мы во всяком случае не оставим тебя без вознаграждения.» Н. Карм. Кусем пырсан, шыв парса, питне çутарнă, пурçăн алшăлли панă. Салтак каланă: мана хамăн мунтир те юрĕ, ку ахалех хуралат, тенĕ. Когда они пришли, отдали ему умыться и дали шелковое полотенце. Солдат сказал: «Зачем попусту пачкать полотенце? — мне ладно утереться и мундиром». Эсĕ мĕшĕн кушака сентĕре çине лартрăн? — Ахаль. Зачем ты посадил кошку на полати? — Так себе. Бгтр. Мĕн патне (у др. мĕн тума) килтĕн? — Ахалех. — Ахаль пулсан, алăк патĕнче алтăр пурччĕ — илсе кай та кӳрсе пар. (Çапла ачасене, çын патне пырсан, калаççĕ). «Зачем пришел?» — «Просто так.» — «А если просто так, то за дверью у нас был алтăр (большой ковш), унеси его и принеси назад.» (Так говорят детям, если они придут без дела в люди, т. е. в чужой дом). СПВВ. ОН. Ахалех = кăлăх. Кильд. Çавах та вăсен ача-пăча пулман, ахалех ватăлса кайнă. И все-таки детей у них не было, и они так и состарились. Ст. Чек. Ахаль ларасран ялан кăнчала авăрлат. Чтобы не сидеть без дела, постоянно прядет. Регули. 207. Ахаль лариччен кăнчала арлать. Чем сидеть так, прядет. N. Ахаль лариччен кĕрĕк аркине те полин йăвала, теççĕ. Чем сидеть без дела, лучше мни полу шубы. Якейк. Атя ман пата, ахалех кăмака çинче пĕççе тăратса выртан! — Ахалеххине ахалех те (или: ахальне ахалех те), сан пата çавах пымасп. Идём ко мне, (все равно) так на печи валяешься (вздернувши ноги)! — Так-то так, а все-таки я к тебе не пойду. Н. Кунаш. (Цив.) † Çиессĕм килет, ĕçессĕм килет, кăмакари хуплу еннеллех чунăм туртать çке!.. Эп çиесшĕн каламастăп, ахаль калатăп. Мне хочется есть и пить... И как мне хочется курника, которых стоит в печке!.. Я говорю это не затем, чтобы поесть, а просто так (без особого намерения). Альш. Те йыхрава каять, те ахаль таçта каять. Неизвестно, едет ли он звать в гости, или едет куда-то хак (без этого намерения). Регули. 1293. Эп она ахаль патăм. Я дал ему даром. Менча. Тухатмăш ывăлĕ, ӳксе пуççапса, çĕр тенкĕ пама пусан, шеллесе, ахалех тӳрлетнĕ, тет. Утемĕш, ахаль, пулсан, пин тенкĕ парсан та, тӳрлетес çукчĕ, тет, ывăлне шеллесе анчах тӳрлетнĕ, тет. Когда сын колдуна поклонился Удемишу в ноги и обещал дать ему сто рублей, тот сжалился и поправил (исцелил) колдуна даром. Говорят, что Удемиш сделал это лишь из жалости к сыну, а иначе он не поправил бы его и за тысячу рублей. Якейк. Вăл лоткăла ышша кари (т. е. кайрĕ-и), ахал, (sine navigio, solis corporis viribus utendo) ышша кари? Он поплыл на лодке или так? Ib. Эп посмапа мар, ахал, хăпартăм. Я влез не по лестнице, а так (т. е. без лестницы). N. Ват çынна куçлăх кирлĕ, ахал, (ахальăн) он куç кормаçть. Старому человеку надо очки (нужны очки), иначе он не видит. || Sic quoque. И без того уже. Коракыш. Карчăк каланă: ăçта каятăн? тенĕ. Улпут каланă: санпала калаçма мар, ахаль хуйхă! (у др. ахаль, те хуйхă-ха) тенĕ. Старуха спросила: «Куда ты едешь?» Барин отвечал: «Мне не до разговора, у меня и без того на душе кошки скребут». Кан. 1927, № 224. Вулăсра пĕр милитси (милиционер) нимех те туса çитереймест, тет. Мĕншĕн тесен унăн ĕçĕсем ахалех нумай (и без того много дела). || Haud raro rei alicuius vehementiae significandae causa ponitur. Также употребл. для выражения силы действия. БАБ. Çынсем сиксе тăчĕçĕ, тет, пăхаççĕ, тет: ха, уксак йывăçсене тĕпĕ-тымарĕпе ахаль, лăскат, тет. Люди вскочили и смотрят, а хромой так я выдирает деревья, совсем и с корнями. Альш. Тухса пăхан пек пулат та, ку салтаксене ахаль тустарма туйăнат, тет. Он вышел на двор, как будто для того, чтобы посмотреть (лошадь), и принялся пробирать (ругать) этих солдат. Ib. Тукмакĕ: валей! тесенех, ку карчăка ахаль пĕçерет, тет; ăçтан кĕçтет, çавăнтан парат, тет. Как только старуха сказала: «Валяй», дубинка и давай ее колошматить. Только успевай повертываться! (букв. «где чешется, по тому месту и лупит»). Ib. Пĕри тухат та, ку тункăлтăксене ахаль ватса яраççĕ, тет. Один из жителей вышел (на улипу, созвал соседей) и они отлупили (прибили, точнее: с сильными побоями проводили) тупгылдыков (глупцов в сказке; см. манкăлтăк) как Сидорову козу. Ib. Эпĕ пăхса выртатăп: хай тăрнасем ахаль таптаса çисе çӳреççĕ. Я лежу и смотрю, а журавли так и топчут, так и едят (просо). Ib. Ку пупсем пакăр исе килеççĕ те, ку çынна тĕртсе те яраççĕ. Ку çын ахал, шыва пăтратат, тет. Поп и дьякон взяли багор и столкнули этого человека (завязанного в мешок) в речку. Тот там просто всю воду взмутил. V. ахаль анчах. || Etiam adiectivi vim habere potest et significat usitatum, pervulgatum, vulgarem, vanum, simplicem, gregarium, gratuitum, parvi momenti, vilem, sine verbis (de cantilena dicitur, quae modulatione sola constat). Употребляясь в значении прилагательного, переводится словами: обыкновенный, простой, не заключающий в себе ничего особенного, важного, тщетный, даровой; без слов (песня). Ахал, çын, рядовой, ничем не выдающийся человек; ахал, йывăç, обыкновенное, простое дерево; дерево, не приносящее плодов; ахал, шăмă, обыкновенная кость; ахаль хут, обыкновенная или простая бумага; бумага, не имеющая значения. Якейк. Вăл пирн юшши ахаль çын çине пăхмаçть те. На простых людей, вроде нас, он и не смотрит. Ib. Ку ахаль корăк мар, ку корăкпа тем те тума полать. Это не простое растение, этим растением можно сделать что угодно. Ст. Чек. Вăл лаша çырăвĕ мар, ахал, хут-кăна. Это не расписка о покупке лошади, а простая бумажка. Ib. Вăл çырмалли хут мар, ахаль кут шăлса пăрахмалли хут. Это не бумага для письма, а просто для отхожего места. Ib. Пире, ахал, çынсене, капла та юрат. Нам, простым (не чиновным) людям ладно и так. СТИК. Ку ахаль япала мар, кунта мĕн-те-пулсан пур. Это не простая вещь, в ней что-нибудь да есть особенное. (Так и в Ст. Чек.). Парастас. Этемĕн мĕн пурри пурте ахалех; вилсен, вĕсем нимĕне те тăмаççĕ. Что сокращ. жизнь. Ахал ун пек ĕмĕт ахалех! Но подобная надежда тщетна. Изамб. Т. Сирте çĕр ахал, (ирккĕн, у др. ирĕккĕн). У вас земли привольно (или: у вас земля дешева, хоть даром бери). То же и в Сред. Юм. Ст. Чек. Сирте çĕр ахаль. У вас земля дается даром (или: продается по крайне низкой, сравнительно со здешней, цене). Сред. Юм. Ахаллин (аhаллин’) амăш вилнĕ. У дармового мать умерла, т. е. даром давать не буду. Так отвечают тому кто просит чего-нибудь даром. Якейк. Ахал, йорă, песня без елов. (В Череп. это выражение означает песню, которую поют в обыкновенное время, без особого повода.

ахаль те

(т̚э, т’ ̚э), vox assentientis, qui rei alicuius veritatem agnoscere cogitur, allatis ab altero probabilibus argumentis. Proprie vero idem est, quod et sine istis, argumentis scilicet, quae ab altero afferuntur, aut rebus, quae ab eo narrantur. Восклицание человека, который слышит нечто для себя невероятное, но тут же, после приведения доказательств, соглашается со сказанным. Ст. Чек. Ахаль те! А ведь и в самом деле так! Ib. Ахаль те! эп астуман та (мне невдомек). || Nonnumquam conclusionem significat et ponitur in exitu sermonis. Это выражение служнт для того, чтобы сделать окончательный вывод или решительное заключение из всего сказанного выше, при чем могут быть приведены и новые данные, подтверждающие то, что уже было сказано раньше. По-русски в этом случае ставят: и вообще, да и вообще, да и в самом деле, да кроме того. О сохр. здор. Çын çав алсемпех куçа шăлать те, ун та вара куçĕ пăсăлать. Ахаль те чăвашсен куçа хура алăпах шăлаççĕ. КС. Ахаль те, унта мĕн тума каяс? Мĕн хыпмалли пур унта? Да и в самом деле, зачем (нам) туда идти? какой будет нам от этого толк? Ib. Ахаль те хăйсем ытла та ашăхса кайнă çав. Да и вообще они уже слишком многое себе позволяют (избаловались и пр.). N. Никамăн та ун пек çынна хăйсенĕн хĕрне парасси килмест. Ахаль те тата ыттах выçăлă-тутăлă касăлса, тертленсе пурăнмалла çĕре. Никому не захочется выдать свою дочь замуж за такого человека, да, кроме того, в семью живущую впроголодь. Альш. Ахаль те çур-куннесенче пырса кĕмелле мар; çĕр лайăх типсе çитиччен, пĕтĕмпе шыв пулать. Да и вообще весной туда не доберешься; пока земля не просохнет, там стоит болото. || Sic quoque, и без того уже. Якейк. Йăван, эс ма пĕр чарнмасăр ĕçлетĕн, ахаль те пуйса кайнă-çке. Иван, что ты все работаешь (без остановки), ведь ты и так разбогател!

ахалĕн

(аhал’э̆н’), i. q. ахалин. Якейк. Васкас кирлĕ, ахалĕн киле çитимăпăр. Надо торопиться, иначе мы не успеем добраться до дома. Тораево. Эпир вырăссем панче пайтах ĕçлерĕмĕр, çапах вырăсла калаçма вĕренеймерĕмĕр; пирĕн вырăсла калаçма вĕренес пулать, ахалĕн пиртен çынсем кулаççĕ. Мы довольно долго работали у русских, а говорить по-русски не научились; вам надо выучиться говорить на этом языке, а то над нами смеются. N. Пĕр-пĕрне пулăшса, çутта тухма тăрашар, ахалĕн пирĕн чăваш халăхĕ хăçан тăна кĕрсе çитĕ? Будем помогать друг другу и стремиться к просвещению; иначе когда же наши чуваши разовьются? N. Эсĕ ахалĕн кайман пулăтăм, анчах эсир хăвăр мана пĕр-вуник çуллăха ыйтăрăр. Вы сами просили меня на двенадцать лет, иначе я не ушел бы. (Старик и старуха просили у бога ребенка, но их молитва не была услышана; тогда они по-просили ребенка у чорта, хотя бы только на 12 лет. у них родился мальчик. Когда ему исполнилось 12 лет, он собрался куда-то уходить, при чем и сказав приведенные здесь слова).

ахальăн

(аhал’ы̆н), i. q. (то же, что) ахалин. Панклеи. Карчăка вăл: тархас, тет, пĕр-пĕр патакпа илсе çап ман пуçран, тет; эпĕ ахальăн ĕмĕрех конта порнатăп, тет. Она сказала старухе: «Пожалуйста, ударь меня по голове какою нибудь палкою, а то я проживу здесь весь век».

ахăр

(аhы̆р), licentius, petulantius cachinnare, in magnos effundi cachinnos, громко смеяться; точнее соответствует русскому глаголу ржать, употребляющемуся в том же значении (о громком смехе); громко кричать. Н. Карм. Ахăрас = хытă кăчкăрса кулас. КС. Çавăн ахăрма-çăвар ачисем, ăрама тухсассăн, яла çурса ахăраççĕ. Когда его полорстые ребятишки выйдут на улицу, то ржут на всю деревню (или, как говорят русские: ржут как жеребцы). Якейк. Ахăрать, тесе, хытă колса вылякан ачасам çинчен калаççĕ. Ржут. Так говорят о детях, когда они шалят (играют) и громко смеются. Сказки и пред. чув. 100. Ха-ха, лахлах! ленкрĕн-и? Мĕскер шăршлан, çĕр çăтман? терĕ тăракан старик, пĕтĕм вартан ахăрса. «Ха-ха! попался? Что вынюхиваешь? — чтобы тебя проглотила земля!» — крикнул, заржав изо всей силы, стоявший старик. НАК. Хăйсем хĕрĕ-мĕнĕпе, пĕчкки-пусăккипа пурте пĕр çĕрте кулса, ахăрса, кĕслесемпе ташласа, тул çутăлачченех ĕçеççĕ. Сами они, вместе с девицами, и большие и малые, все вместе, смеются, ржут, играют на гуслях, пляшут и пьют до самого рассвета. Орау. Пытанса юлнă качака пӳтекки: упа хырăмĕ çурăлчĕ! тесе, ахăрса кулса юлать, тет. Спрятавшийся козленок громко заржал, сказав: «Медвежье брюхо лопнуло!» Пшкрт. мэ̆н, аҕы̆рза т̚ы̆рады̆н? Что ты ржешь (смеешься)? || De hinnitu admlssarii veI equae libidinoso. Также азартно ржать (особенно о ярящемся жеребпе, но также и о мерене). БАБ. Эпĕ тасатнă çыннăн пĕрер эрнерен начар лашисем, лайăхланса, ахăрса тăракан пулаççĕ. Если я выведу у кого-нибудь из дома порчу, то у него через какую-нибудь неделю, тощие лошади поправляются настолько, что начинают яриться и азартно ржать (в стойле). Пшкрт. Ыр’ы̆рза т̚ы̆рат. Актай. Пĕр картара пĕр хыткан кĕсре ахăрса анчах тăрать, тет. В одноq конюшне одна поджарая кобыла так и ярится. || Ст. Чек. Ăйăр пек ахăрса çӳретĕр! Ржете (орете, хохочете и пр.), как жеребцы! («Кĕçен» значит ржать без полового возбуждения, напр. при виде товарища, хозяина и пр.). || Vociferari, clamare. Также кричать, орать, рычать об арçури, (о хомяке, о галках и воронах, о льве, о человеке). Панклеи. Кăçкăрса пырчĕ-пырчĕ те, эп хăпарса ларнă йоман кочĕпех ахăрса иртсе карĕ. Он шел, шел, с криком, и прошел с хохотом и ораньем под тем самым дубом, на котором сидел я. Абыз. Шăрши тухрĕ — шăхăрчĕ, арлан тухрĕ — ахăрчĕ. Вылезла мышь и свиснула; вылез хомяк и стал испускать свойственные ему (грубые, низкие) звуки. Хыпар 1906, 16. Автанĕ те авăтать, курак-чаки ахăрать. И петух поет, и галки, грача и. вороны орут. Шел. 29. Арăслансем ахăрса, харăлтатса тăраççе. Львы ревут и рычат. Чăв. й. пур. 10°. Лашăрсене ан çапăр, ан хĕнĕр: шăхăрса, ахăрса пыман акана хĕнесе, çапса пыртараймăн. Лошадей не бейте: если не заставишь плуг двигаться вперед криком и свистом, то его не едвинешь и побоями. Шел. 26. Асапланса, ахăрса пырать сĕнксе Есеепе. Страдая и ревя, едет Э себе, поникнув головою. || Plorare vehementius, рыдать. К.-Кушки. Ахăрса йĕрет. Рыдает. || Tumultum facere, strepere, шуметь, реветь. Янш.-Нор. † Килтĕмĕр-кĕтĕмĕр çак киле — ахăрса (= кăшкăрса, юрласа) хăла пылĕ ĕçеççĕ. Чĕлкаш 9. Тимĕр листисем чул çине таçтан кĕмсĕртетсе ахăрса анни... Кан. 1927, № 214. Юрласан-юрласан, тапратрĕç ахăрма. || Excandescere, efferari. разгорячиться. Орау. Ухмахскер, кăшт хирĕç каласанах, ахăрса каять (т. е. çиленсе, ятлаçма, вăрçма хăтланать). Ему, дураку, поперек слова не молви, сейчас ощерится (рассердится и начнет ругаться, подезет в драку). || De consuetudine stupri. Также жить в внебрачной связи. Якейк. Ахăрса порнать, тесе, тата йĕркĕнпе порнакан çынсам çинчен калаççĕ. Ахăрса порпать — еще говорится о людях, которые живут в внебрачной связи. || Saevire, furere (de vento vehementiore aut de procella). Также о сильном ветре и буре. Якейк. Çил ахăрса тохрĕ. Подул сальный ветер. (Так и в Череп.) Альш. Çил-тăвăл тухса ахăрчĕ. Ахăр саман çитрĕтĕр, терĕм. Разразилась буря; я подумал: «Видно, настало светопреставление!» Череп. Самани ахăрса карĕ. Поднялась страшная буря. Чĕлкаш 80. Çил ахăрнă. Ревел ветер. КС. Пăхатăп — çанталăк ахăрнă-кайнă. Смотрю — поднялся сильнейший буран (или: буря). || Распространиться. Кан. 1928, № 239. Каллех ялта самакун ахăрса кайнă. || Luxuriari (de virentibus). Роскошно разростись, буйно пойти в рост. Собр. Курăк юр-шывле тапранмасассăн, кайран та ытла хытах ахăраймасть, теççĕ. Говорят, что если трава не пойдет в рост тут же, как она выйдет из под снега, то сильного роста у нее не быть. Орау. Ахăрнă пирĕн тыра! Больно хороши у нас хлеба! (Так и в Череп. и Ст. Чек.). || Lascivire, licentius se gerere, безобразничать. || Valde dlvitem fieri, бешено разбогатеть. Орау. Ахăрса карĕ. Бешено разбогател. Ib. Вăл ахăрчĕ ĕнтĕ. Якейк. Çынна пăçласа порниччен, вилесчĕ сан! Çирĕм пилĕк çол пăçласа порнтăн эс мана. Хал, ачасам çитĕнчĕç те, ахăримастăн ĕлĕкхи пак (i. q. ĕлекхи пек). Лучше бы тебе околеть, чем мучить человека! Ты меня тиранил целых двадцать пять лет! Теперь подросли дети, и уж больно-то не развоюешься!

ахăраш

(аhыраш, brevissima ы̆ littera, с весьма коротким ы̆), cachinnare, tumultum facere, vociferari, хохотать, орать, шуметь. Якейк. Ан ахăраш: ан кол, ан тĕрле тени полать (не смейся, не шуми). (В Череп. это значит не ори). || Vociferari una cum aliquo, орать с кем. Трхбл. N. Ирхĕне, хулана тавăрăнсан, тетĕшсем, пĕри пĕр тĕлте юрласа ахăрашса çӳрет, тет, тепĕри тепĕр тĕлте. Когда на утро он возвратился в город, его старшие братья пели и орали, один здесь, другой там. Букв. 1924. Акă ку асатте пирĕн хулăн сассипе ахăраша пуçларĕ. Вот этот наш дед начал ругаться своим грубым голосом.

ахматяк

(scr. Ахматяк quod mihi quidem Ахмад’ак leg. esse videtur. V. Бол. и чув. 65), nom. pueri fabulosi, qui extilia novella decorticata natus esse traditur, quam senes quidam, vir et uxor, antequam somno se darent, inter se mediam posuissent. Уменьш. ф. от Ахмать, имя мальчика, героя сказки, родившегося из лутошки, которую бездетные старик и старуха положили между собою на ночь. Сорм-В. Каç пулсан, карчăкпа старик пушчиччине хыйсен хушшине хурса вырттăрçĕ: çакăнтан пире валли пĕр ача пулинччĕ! тесе калаççĕ, тет. Ир тăнă çĕре ача пулнă, тет, ăна Ахматяк ятлă хучĕç, тет. || Ст. Чек. Ахматяк — имя татарина.

аххирет

(ах’х’ирэт), a v. ar. [...], vox est ludentium puerorum, a Tataris adscita. Восклицание в игре, повидимому, заимствованной от татар. Ст. Чек. Ачасем пуçтарăнаççĕ те пиллĕкĕн-улттăн, пĕри хапха çумне тăрат; хапха çумне тăни: аххирет! тет, ыттисем: кĕм кирек? (тат.) теççĕ. Хапха çумне тăни кама хĕнеттересшĕн, çавăн ятне калат. Хапха умĕнче, хапхаран тухакан çула урлă, патакпа йĕр сăтăрнă: ăна ачасем хăйсем сăтăраççĕ; ятĕ (= ячĕ) тухни хапха патнелле чупат, ыттисем ăна çав йĕре çитиччен хĕнеççĕ. Пĕр урлă каçса хĕнесен, чупаканĕ хăй аллипе хĕнекене хирĕç тавăрат. Вара вăл хапха умне çитсен, хăй: «аххирет» кăшкăрат. Ребята собираются группами в пять-шесть человек; один становится у ворот и кричит: «Аххирет!» Другие отвечают ему: «Кĕм кирек?» (кого надо?). Стоящий у ворот называет имя того из участников игры, которого ему хотелось бы видеть битым. Перед воротами, поперек выходящей со двора дорожки, проведена палкой черта: ее проводят ребята сами. Тот, имя которого названо, бежит к воротам, а остальные, пока он не перебежал проведенной черты, бьют его. Если удары будут сыпаться и за чертой, то бегущий возвращает удары бьющему. Добежав до ворот, он сам кричит: «Аххирет!»

аххăр

(аххы̆р leg. esse videtur, si modo recte scriptum est), i. q. ахăр. ХАК. Вирĕм вăл аххăр пĕр-пĕр сăмахран тухать пулĕ те, эпĕ пĕлместĕп. Вероятно, происхождение слова «вирĕм» имеет какое-нибудь обьяснение, но я этого не знаю. Ст. Чек. Аххăр çапла пулнă пулĕ. Наверное, это было так.

сурăх ашĕ

(суры̆h-ажэ̆, суры̆h-аш), ovilla, мясо овцы. КС. Сурăх ашпеле така аш пĕр хак. Мясо овцы стоит столько же, сколько мясо барана.

аша кĕр

(ажа к̚э̆р), post ieiunium carne vesci incipere, разговеться. Альш. Аша кĕнĕ йĕркепе (25 декабря) ĕçет тата аранçĕ, пĕр кун пек. По случаю розговенья пьет еще немного — с день. См. типпе кĕр.

аш

(аш), haesitantem ingredi; de iis dicitur, qui per aquam aut nives aut lutum, aut agros frumento consitos aliave similia non sine impeditione aliqua pedibus iter faciant, итти по воде, по снегу, по грязи, по песку, по траве и т. п. так, что ноги, или вообще нижняя часть тела, погружаются в них и покрываются ими (вообще — ура тупанĕ путмалăх пулсан). Буин. † Урамăрсем тăвăр, юрсем тарăн; эпир ашманнине кам аштăр? У вас улица узкая, а снега глубокие; кто будет ходить (или: ездить) по ним, увязая, как не мы? Ст. Чек. Кашкăр юр ашса кайнă. Волк побежал по снегу, который не выдерживал его тяжести. Толст. Сасартăк сулахай енчен темĕскер (какое-то существо) юра ашса килнине курах кайрăм. Ст. Чек. Юр ашса килтĕмĕр. Мы пришли, увязая по брюхо (и ниже) в снегу. Ib. Ку юра ашса кайма!.. Это итти по талому снегу!.. Изамб. Т. Ыраша ашша тухăрăмăр (туhы̆ры̆мы̆р, prima ы̆ littera perbrevi). Мы прошли через рожь (в поле) или по зернам ржи (напр., насыпанным на полога для сушки?) Собр. 400 † Шăхаль урам хушшине навус сарса тухнă-çке, — епле ашса кĕрем-ши? На шигалинских. Улицах всюду накидан навоз; как пройти мне туда, увязая в нем? Ала 64. Атте те аннен картишĕ (scr. картышĕ) пычăклă (i. е. пылчăклă); пычăкне ашма ӳркенмесен, хăймине çиме вăтанмĕ. Двор моих родителей грязный; если она не поленится месить в нем грязь, то и не постыдится есть сметану. Сир. 72. Урипе ашса вăл хытă тăма нӳрлентерет. Меся ногами, он превращает твердую глину в жадкую («сырую»). Хорачка. Jop ы̆жы̆нцэн аран ашша т̚окры̆м. Я насилу вылез из сугроба. КС. Юр. Çин ашша çӳрет. Лазит по снегу. Ib. Ыраш çинчен ашша тухрăмăр. Мы прошли по ржаному полю (или по зернам ржи). Ib. Паян кунĕпе шыв çинче ашша çӳрерĕмĕр. Сегодня мы целый день ходили по колено в воде. || Citatius ire, бежать рысью. СПВВ. Сред. Юм. Çакăнта çитеччин пĕр май ашсах килтĕмĕр. Мы все бежали до сих пор рысью. Ib. Лаша ашать. Лошадь бежит рысью. Зап ВНО. Ашша пырать (лаша хытă чопса пырать). Çутталла 43. Икĕ лаша иккĕн харăс хашлатаççĕ, ашаççĕ.

ашăм

(ажы̆м), manipuli suppositi pedibus equorum, quorum gressibus frumenti grana excutiuntur, количество хлеба, постилаемое за один прием для шишкования. СТИК. Ашăм = пĕрре аштарса илнĕ тырă. Альш. † Укăлла (угы̆л’ ζ'а), тулашĕнче утсем вылять: камăн сарнă ашăмĕ? За околицею играют (т. е. резво бегают) лошади: чей это хлеб, приготовленный для шишкования? Сала 207. † Анкарти хыçĕнче, ай, ут вылять: камăн иккен сарнă ашăмсем? За гумном резво бегает лошадь; чей это хлеб, приготовленный для шишкования? Изамб. Т. Ашăм аштарасси ыраш çапассинчен çăмăлтарах. Шишковать легче, чем молотить. Ib. 42. Ашăм аштарнă чухне, ирхине пĕрре сараççĕ те, ул кăнтăрлаччен çитет. Во время шишкования утром постелют, и этого хватает до полудня. N. Пĕр ашăм. Çутталла 4З. Ашăм пĕтрĕ, ĕç пĕтрĕ. Качал. Ашăм ашша (scr. аша) пырĕ, хĕвел витĕр-витĕр. (Загадка: çунапа лаша). || Oppletus nive (de via dic.), занесенный снегом, снежный, хижный (о дороге). Ст. Чек. Çул ытла та ашăмччĕ. Дорога была сильно занесена снегом. (В Череп. в этом см. çемçе). || Altus (de nive). Также глубокий (о снеге). СТИК. Юрĕ те пит ашăм-çке, аран-аран ашша килтĕм. И снег, представьте, очень глубокий, я еле-еле добрался. Ст. Чек. Çул халь ашăм. Теперь дорога мятижная. Ib. Юр ашăм çул çинче çула шăлса кайнăран. Дорога снежная, так как ее передуло.

ашăмлăх

(ажымлы̆х), tantum frumenti, quantum in unum ашăм satis est, количество хлеба. на один ашăм. Череп. Манăн тата пĕр ашăмлăх-кăна юлче (наир. овса).

ашаматман

(Ажамашман), i. q. ашапатман. Изамб. Т. Эп вĕрместĕп, эп сурмастăп: Сăр, Сăр урлă (scr. сăр, сăр урлă) Ашаматман (scr. ашаматман) карчăк килнĕ; çăварĕнче пĕр шăл (scr. шĕл), хыçалта (чит. кутĕнче) пĕр тĕк. Çав килет, çав сурать. Я не дую, я не плюю: из-за нескольких Сур (sir! V. Сăр, Сăрă, р. Сура) пришла старуха Ажаматман, у которой во рту один зуб, а на заду (in pudendis) один волос; она дует и плюет. (Из наговора). || Etiam convicii loco ponitur. Употребляется и в смысле бранного выражения.

ашăкла выля

(выл’а), ossibus ludere, quae ашăк appellantur, играть в бабки или в альчики. СТИК. Ашăкла укçа ывăтса выляççĕ. Играют в орлянку, ставя на ставку вместо денег бабки. Ст. Чек. 'Эпĕ ашăкла (в альчики) выляма вĕренни'. Çимĕкре кукамайсем патне хăнана карăм. Пĕчĕк кукка, Мăтри (Мы̆три), эпĕ вĕсен пӳртĕ (= пӳрчĕ) умне тухрăмăр. Кукка тура-шăл кунтипе ашăк алсе тухрĕ. — Атьăр, атсем, ашăкла выляр, терĕ. — Эпĕ выляма пĕлместĕп, терĕм эп. — Вĕрентĕпĕр, терĕ Мăтри; эпĕ мункунта выляма вĕрентĕм, терĕ. Кукка пурсăмăра та çирĕмшер ашăк пачĕ. Тупрăмăр тикĕс вырăн, хăпарса тăракан вырăнсене урапа таптаса тикĕслеттĕрĕмĕр. Атьăр туйла выляр, терĕ Мăтри. Икшерпе выляр, терĕ пĕчек кукка. Пурсăмăр та икшер ашăк илтĕмĕр те, Мăтри, икĕ ашăка сылтăм аллин пуç пӳрнипе вăта пӳрни хушшинче хĕстерсе, шĕĕр пӳрни çине лартса, ячĕ нăчлаттарса çĕре. Унăн икĕ пĕк пулчĕ. Кукка та çавăн майлах ячĕ, унăн елччĕпе туй пулчĕ. Эпĕ те çавсен майлах ятăм та, манăн пĕри туй пулчĕ, тепĕри темĕскерле: ни елччĕ мар, ни туй мар, ни пĕк мар, ни чĕк мар: пĕр пуçĕпе (концом) тăрат. Мăтри кулса ячĕ те: Иванăн сысат, терĕ. Кукка та: чăнах иккен, терĕ. Яр çĕнĕрен, терĕ. Эпĕ илтĕм те, çĕнĕрен ятăм. Пĕр елччĕ, пĕр пĕк пулчĕ. Кукка пуçтарса илчĕ те (унăн пĕр туй, пĕр елччĕ), ывçă-тупанĕ çине хурса, сăлпа (сильно) çĕрелле пăрахрĕ. [Ун чухне камăн ашăкĕ пысăк ларни малтан парат. Куккан ĕр туй, пĕр елччĕ; ыттисен пирĕн пĕрин те ун пек çук, çавăнпа вăл малтан ямалла пулчĕ. Ашăк асли: елччĕ туй умĕнче, туй чĕк умĕнче, чĕк пĕк умĕнче. Пур ашăксем те танматан пулсан, анчах пĕрин пĕр ашăкĕ пĕк, тепĕрин чĕк пулсан, чĕкли малтан ярат. Вăйăра вĕсен икĕшин те пысăккисен пĕр пек выртсан, вĕсем икĕш те тепĕр хут яраççĕ (снова мечут)]. Тете (брат «пĕчĕк кукка»): мĕнле вылятпăхăр-ха? терĕ. Кукка часрах пуçтарса илчĕ те: туйла, терĕ. Ячĕ. Икĕ туй, ыттисем: пĕк, чĕк, елччĕ выртрĕç. Кукка икĕ туя пуçтарса илчĕ те, Мăтри пуçтарма та тытăнчĕ (чтобы метать). — Мăтри, эсĕ мар, Иван пуçтармалла, терĕ. Эпĕ хĕвеле май мар, вăйă хĕвеле май каят, терĕ (стоят на опред. местах). Эпĕ пуçтарса илтĕм те, кукка пекех ятăм (метнул). Пĕр туй выртрĕ. Эпĕ ăна илтĕм. Вара Мăтри пуçтарса илсе ячĕ. Пĕр туй илчĕ вăл. Кукка илчĕ те, юлашкисене ячĕ. Икĕшне те илчĕ. Эпĕ пĕр ашăк ятăм (проиграл). Кукка икĕ ашăк ăттăрĕ (выиграл). Халĕ эпĕр туйла вылярăмăр. Çавăн пекех: елччĕлле, чĕкле, пĕкле выляççĕ. Тата тĕкелле выляççĕ. Ун чухне икĕ ашăк пĕр пĕк, икĕ пĕк, икĕ туй, икĕ елччĕ, е икĕ чĕк пулсан, яраканĕ илет. Пĕр пек виççĕ, е пиллĕк, е çиччĕ пулсан, илеймест. Икĕ чĕк, икĕ пĕк — тăватăшне те илет. Ib. Ытăлла вылянă чухне, не берут четных, но берут все нечетные. (Об игре в ашы̆k у каз. тат. см. Полный толковый сл. Дж. Валиди, I, 81; такая же игра, и почти с теми же названиями сторон кости, существует и в Азербайджане).

пус

копейка. Б. Олг. Эп калатăп вырăса: икĕ кренкке воншар пус паратни? Ib. Ыраш панче онта илтрĕм ыраш хакĕ: виçĕ пуссăр çĕр хĕрĕх пус, теччĕ хуа. N. Вунă пусна кăларса пăрах ăна, пуйтăр! Возьми гривенник и брось ему в рожу. В. C. Разум. КЧП. Аллă пус парса ала илтĕм. Юрк. Кăсене пăртак парас пулатчĕ, лайăх мар, пĕр пуссăр (без копейки) тухса кайрĕç, тет арăмĕ, кăмăлсăр кăна калаçса. N. Окçа шочĕ (счет денег на ассигнации): виçĕ пус – 1 копейка; çичĕ пус — 2 к.; вонă пус — 3 к.; вонтватă пус — 4 к.; вонçичĕ пус — 5 к.; çирĕм пĕр пус — 6 к.; çирĕм тăватă пус — 7 к.; çирĕм сакăр пус — 8 к.; виçĕ вонă пус — 9 к.; вăтăр пилĕк пус — 10 к.; вăтăр сакăр пус — 11 к.; хĕрĕх икĕ пус — 12 к.; хĕрĕх пилĕк пус — 13 к.; хĕрĕх тăхăр пус -14 к.; ал икĕ пус — 15 к.; ал олтă пус — 16 к.; ал тăхăр пус — 17 к.; отмăл виçĕ пус — 18 к.; отмăл олтă пус — 19 к.; çитмĕл пус — 20 к.; çитмĕл виçĕ пус — 21 к.; çитмĕл çичĕ пус — 22 к.; сакăр вонă пус — 23 к.; чăтвăртакран виçĕ пус катăк — 24 к.; чăтвăртак — 25 к.; сон (сом) та пилĕк пус — 30 к.; çĕр çирĕм икĕ пус — 35 к.; çĕр хĕрĕх пус — 40 к.; полттинăк — 50 к.; ик сом вонă пус — 60 к.; ик сом хĕрĕх пилĕк пус — 70 к.

пус

колодец. См. пусă. Юрк. Пус пурине пурама йывăç та хатĕрлемелле. Йывăçĕ те халĕ вăрманта ӳсет. Ib. Пус тĕлне пĕлместнем, ху (сама) ăсса кĕр. Альш. † И пус вылять, пус вылять, пус кутĕнче хур вылять (вар. пус тĕпĕнче хур вылять). Вишн. 73. Пусса ача-пăча каясран, пус пурине çĕртен пĕр аршăн çӳлелле хăпарттарас пулать. ТММ. Пус тĕпĕнче кĕмĕл çĕрĕ. (Çăлтăр).

пус карти

(-δиы), то же, что уличе карти. КС. Янш.-Норв. Вĕсем çав пилеш хуллисемпе яла тавăрăнаççĕ те, пурте пĕр çĕре пухăнса, чăн малтан пус картине кайса çапаççĕ. (Сĕрен). Сред. Юм. Пôс карти (окăлча карти — униче карти).

пус-кил

пос-кил, пус-килĕ, сосед. Пшкрт. Пос-кил, сосед. СПВВ. АП. Пус-кил, кӳршĕ. Н. Сунар. Камăн та пулин йăш (= йыш) сахал пулсан, пĕр-пĕр пус-килĕсене чĕнеççĕ. Якейк. Пос-киле йăпăрт кайса килтĕм (скоро). Ib. † Посăм-килĕм, ай, постов пек. ЙФН. Пусăм-килĕм пустав пак. Ялăм-йăшăм янтар пак. Епле уйрса (= уйăрăлса) каяс-ши? (Салтак юрри). Б. Олг. † Посăм-килĕм посто пак, ялăм-йышăм янтар пак, су полăр та, пор полăр. Сёт-к. † Посăм-килĕм постав пак, посмăрласа çӳримарăм, ман яш ĕмĕр иртсе каþ. НАК. Килти çынсенчен каймалли çук пулсан (если некому идти из своих за водкой, то...), пус килти çыннах яраççĕ.

пуса

(пуза), посконь. Изамб. Т. Кантăр ӳссе çитсен, пуси палăрать. Ib. Çуртри вырнă чухне, праçниксенче, пуса-йĕтĕн татаççĕ. Пазух. Пуса сартăм пурана та, пуса сартăм пурана, и пурана, çил вĕçтерчĕ пусана. N. † Пусса сартăм пусана, пусана, çаврачинки, çил вĕçтертĕр тусанне. Б. 13. Аппа, ыран пуса сарар. КС. Пуса кĕпи кантăр кĕпинчен тасарах пулать. Бугульм. † Пуса сартăм пурана, çил вĕçтерчĕ хурана. Ядр. † Пуса пирри пулсассăн, пусма вĕçне кăларас, тет. N. † Пуса тутри пĕтертĕм, ыт пысăкран шыв илчĕ. || Бесплодный цвет (липы). Чув. пр. о пог. 441. Çăка пуси тăкăна пуçласан, ыраш акма вăхăт çитет. Когда липовый цвет (бесплодный) начинает опадать, наступает время сеять рожь. || Завязи яблок, падающие до созревания. Сред. Юм. Пирн ôлмана ачапча пôси чôхнех татма пôçланă та, халь пĕр ôлма та хăварман.

пусак

(-зак), назв. луга с кустарником, около д. Елховоозёрной. Альш. Кашапа Чăнлă шывĕ хушшинче хăвалăх пур, ăна Пусак теççĕ. Пусак хĕрринче, Чăнлă хĕрринчех, Рак-касси ларать. Ib. Пусакăн пĕр хĕрри çав Сӳнтĕк айнех пырать, Сĕве хĕррипе.

посарлăк

(позарлы̆к), выводок (напр., цыплят). Пшкрт. Пĕр посарлăк чĕпĕ çури, выводок цыплят. || Тяжесть, груз. Пшкрт. Посарлăк кладется на коноплю во время мочки.

пусă

(-зы̆), отдельные части поля. Изамб. Т. Ыраш пусси, çуртăри пусси. Ib. Çапах пусса-пусса ята виçшер теçеттине тивет (на душу в каждом поле). N. Пĕр пусă актар. Юрк. Ĕлĕк пĕр анана яхăн акакан çын, халĕ пусса-пусса улт-çичĕ ана ака пуçлат. N. Çавăнпа вăл çĕре темиçе пусăва уйăрсан, кашни пусăра çĕр пăртак-пăртак анчах тивмелле. Землед. Сирĕн пусси-пуссипе мар-и мĕн? тетĕп. — Çук, — теççĕ. Вĕсем пĕрмай урăх тырă акса пыраççĕ, вĕсен хура пус çук. Сред. Юм. Пôсса çитех кайрăн-а эс. Разве ты ходил до самого поля. ЧП. Пусă урлă килмесĕр. Ib. Сарă пусăпа çӳренĕ вăл.

пусăран

пусрăн, (-зы̆-), осесть, слежаться. Ст. Чек. Шурăм-п. Кăçал юр çанталăк ăшăтичченех çуррине яхăн пусăрăнчĕ. Çутт. 114. Пур çĕрте те шурă юр хĕвел ăшшипе пусăрнат. Толст. Пусăрăнман юр çинче йĕлтĕрсем пĕрер шите яхăн, хăш-хăш тĕлте ытларах та путса пыраççĕ. В. Олг. Посăрăнса, осело (строение). Изамб. Т. Лашасем таптанипе малтан хулăм сарăм пусрăнать. || Успокоиться, остепениться, улечься (о сердце), утихнуть, смириться. N. Унсăрăн унăн чунĕ пусăрăнмасть (не успокаивается, не улегается). Юрк. Тыррисене çынсенчен малтан анкартне кӳртсен, чунĕсем пусăрăнаççĕ. Бур. † Пирĕн çамрăк чĕресем пусăрăнмаççĕ, хамăр тăвансене курмасан. Альш. † Çакă тăвансене курмасан, ман çамрăк чĕресем пусăрăнмаст. Кĕвĕсем. Пирĕн çамрăк чĕре пусăрăнмас, хамăр пуçа хуйхăсем ӳкмесĕр. N. † Пирĕн çамрăк чĕресем пусăрăнмас, пирĕн тантăшсене курмасан. Сред. Юм. Ăш посăрнмас, не спокойно на душе. Изамб. Т. Çил пусăрăнчĕ, вут пусăрăнчĕ. Ib Тепĕр кунне ирхине тăман пусăрăнчĕ. N. Унăн хуйхи пусăрăннă вара. N. Унăн кăмăлĕ пусăрăнма пĕлмен. Альш. Ире яхăн лăпланчĕ (пожар утих), тин хай чун пусăрăнат. N. Пусăрăнса туйми пулса тăр. КС. Ахăракан ăйăр акара пусăрăнать. Янтик. Халĕ чыстиех пусăрăннă вăл, текех çамрăк чухнехи мар çав: вăйĕ те сахалланчĕ пуль, укçисем те пĕтрĕç пуль! (финансовая сторона растроилась). ЧП. Матур йĕкĕт пусăрнать хĕр илсе (успокаивается). Баран. 253. Хăшĕ (люди) нихăçан та пĕр вырăнта пусăрăнса тăмаççĕ (все время бродят с места на место). Ib. Кайран хăй çапах пусăрăнса тăрайман (не унимался). Энтипе тек чăрмантарса пынă.

пуслăх

выводок цыплят. Шибач. Самар. † Ӳснĕ чухне эпир ӳсрĕмĕр, пĕр пуслăхри чăхă чĕппи пек. || Дети одной матери. БАБ. Ку ман пуслăх. Это мои дети. (Говорит, мать, указывая на своих детей).

послăх чăххи

наседка, клушка. Тюрл. Янтик. Пуслăх чăххи = пусса ларакан чăхă. См. пус. Арзад. Икĕ пуслăх чăххин 18 чĕп. Кашни пуслăхра чĕп пĕр пек. Пĕр пуслăх чăххин миçе чĕп?

пусмăрла

насиловать, изнасиловать, причинить насилие. N. Унта тата хĕрарăма пусмăрлакансене айăплаççĕ. КС. Çав çăл пирĕн яла йăлтах пусмăрла пуçларĕ. Бур. Вĕрет, сурат, пусмăрлат, кăтăкласа вĕлерет. Сред. Юм. Пире чыстиех посмăрланă-çке вара ăсĕм: чăххине те вĕлереççĕ, пахчари çимĕçсĕне хăвармарĕç ĕнтĕ, (çавсĕмех) пĕтерчĕç, ачасĕне орама тохма та памаççĕ. Юрк. Вăл çын эрех ĕçтерме парăнмасан (если не согласится), унăн килĕнчен пĕр-пĕр япалине пусмăрласа илсе каяççĕ те, хупаха хурса эрех ĕçеççĕ. Шурам-п. Эп сан пата пусмăрласах пырам-и? (насильно приду). || Обижать, притеснять, угнетать. В. Олг. Сёт-к. † Посăм-килĕм постав пак, посмăрласа çӳримарăм, ман яш ĕмĕр иртсе каþ. Якейк. † Посăм-килĕм постав пак, посмăрласа çӳримарăм, пос-килсенчен уйăрăлтăм. Демидов. Кайран-кайран çак усал çынсем пусмăрласа (теснить) çитере пуçларĕç, тет, Якава. Изамб. Т. Ама-çурине амăш пусмăрлат.

пуста

пустой, бесполезный. Хорачка. Пуста пĕр шăтăк (дармоед)! Епле çиме ларма вăтанмастăн.

пустай

попусту (русск.). Ала 91. Вăл тăлăх ача пустай ют çын патне нумаях кайман, вĕсен ашшĕпе пĕр тăван пичĕшĕ пулнă, вăл çавсем патне час-часах кайнă. N. Пустай отса çӳрени пулчĕ. Ходил(и) попусту; без пользы, без результата. || Пустяки. Никит. Помăр киреметĕнчен пур çын та хăранă, анчах пĕр Петр Михайлов: пустай (пустяки) çав, мĕнле вăл киремет тытни, тесе кулкаланă. Сред. Юм. Пустай калать, пустое говорит.

пустав

посудный шкафчик без дверок. Юрк. Пуставĕнчен пĕр савăт эрехне те туртса кăларат. См. улчупи.

пуç

, поç, (пус, пос), голова. N. Чăхă пуç орлă вĕçсе каçса кайсан, лайăх мар, теççĕ. СТИК. Пуç сăрăлтатса карĕ. Ib. Питĕ хытă ывăнсан е чирлесен, юн вĕрипе пуç сăрăлтатса тăрат. Ib. Хур пуçне кил хуçи çиет, мĕншĕн тесен вăл кил пуçĕ. (Обычай). N. Ах, пуçăм (головушка) ыратать. Кама 47. Капла пуçа тăратса ларни те юрамасть. Ib. 16. Пуçна пулашшĕ япала! Ib. 5. Пуçна тивтĕр юлашки. Намăссăр, йытă! Шалчу тулĕ-ха. Ачач 34. Хирĕç-мĕн пулсан, ырă ятпа чĕнсе, çĕлĕк илеççĕ. Пуç таяççĕ. Ерк. 6. Кам илтмен ун çинчен? Кам курсан пуç таймасть? Альш. Пуçу ыратат-им? (Сочувствие). Кан. Хĕрарăмсем пуç çинчен пĕркенме пăрахнăшăн хĕсĕрлекен çын. Изамб. Т. Вĕсем пуç ухашшĕн анчах шыв вĕретеççĕ. N. Çав хĕрсем пурте çара уран, юне(в др. говорах: йӳле)-пилĕк, çӳçне-пуçне тустарса, пуçне ухса пыраççĕ, сиккелесе. Орау. Пуçу, çан-çурăму пĕçермест-и? Вĕриланса выртмастăн-и? С вами жару нет? С вами жар? Ib. Пуç, çан-çурăм пĕçерсе çӳрет; вĕриланса çӳретĕп. Якейк. † Сарă хĕрсем амăшне виçĕ сомах калăпчĕ, виççĕ пуçран шăлăпчĕ хĕрне сарă тунăшăн, хĕрне корса па(л)лăпчĕ, тытса тота тăвăпчĕ. Ib. Мĕн пуçа пăркаласа тăран-ка? Сан çия çавах никам та пăхмаçт. Каша. † Хрантсус явлăк пĕчĕкçĕ, пĕчĕкçĕ те, пуç тулли. N. Ирхинеччен ту, атту сан пуç, ман хĕç, тесе калать, тет. Скотолеч. 33. Сурăхăн пуçĕсем, хăлхисем, тутисем, шăмă сыпписем пăсăлса, кĕсенленсе каяççĕ. N. Ирхине тăраççĕ, тет те, хуçийĕн пуçĕсем шыçса кайнă, тет. Толст. Пуçĕ çине йăванса кайрĕ. ЧП. Пире тăван кĕтет, хай, чыспала, чӳречинчен пуçне, хай, илмесĕр. Ала 8. Хĕрсем уна курсассăн, пур те чӳречене пырса пуçĕсене чикнĕ. Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, çамрăк пуç çĕклейми си куртăм. Альш. Пуçа сĕлтĕпе ухас. Надо голову мыть щелоком. Скотолеч. 34. Сурăха пуç çавăрăнакан тăвакан хуртсем йытă ăшĕнче пурăнаççĕ. Сред. Юм. Пуç çавăрнакан сорăх пик (как шальная овца), ниçта кайма аптраса çӳре парап вит (повышение голоса на çӳре). N. Пуçа тăратса ларат. Орау. Арпус пуç (гололобый), лашăна çавăтса кайĕ ак. Йӳç. такăнт. 24. Пуçна çапса çурам. N. Тата каллах çав сăмаха кала-ха, поçна çапса çорам! Тим. † Эрнекунпа шăматкун — пуç кăларми тăман кун. N. Поç патне тӳрех кайрĕ. Сред. Юм. Пуçран çапнă сôрăх пик çӳрен çанта ним пĕлмесĕр, çынсĕм мĕн сăмахланине те пĕлместĕн. Ib. Пуçа çĕклемесĕр вырать. Жнет до того торопясь, что голову не поднимает. Ib. Пуçа та касса кайĕç ôн ачисĕм. Очень злые, так что и голову отрубят. Ib. Мĕн халь, пĕр пуç, пĕр кот, кăçта савнă, онта кай. Ib. Пуç патне пыра пуçларĕ (ӳсĕрĕле пуçласан калаççĕ). . Пуçна персе шăтарăп. Голову расшибу. КС. Пуçа ăш(ă) тиврĕ. Угорел. Изамб. Т. Пĕлтĕр акă тырă та ĕлкĕрмен, ĕçсĕр халăхсем (бездельники), тыр вырма тухмалла, тесе, туррăн пуçне ыраттарнă, çавăнта тыр вырма тухас уммĕн, тырра пăр çапса кайрĕ. Ib. Усемпе ĕçсе ман пуçа тата ытларах кайрĕ. Орау. Кил-ха эс, эп сана пуçна касса ярăп (это говорят редко, или: пуçна çапса çурăп, или в Рак.: мăйна пăрса ярăп). Ты вот приди-ка, я тебе башку-то сверну. Ау 46. Ку ачасем мана кирлĕ мар, вăсене аташтармасан, ман пуçăм е хыçăм, тенĕ. Ib. 52. Аташтармасан сирĕн пуçăр, ман хыçăм, тенĕ. О сохр. здор. Ун пек тăвасси те хĕнех мар, пуçра пур çын ăна часах тума пултарать. N. Пуçĕсене пыра пуçларĕ (стали хмелеть), курнать. Собр. Çурăхсене час-часах, пуç çаврăнакан пулсан, сурăхинĕн пуçне картана алтса пытарсан, ӳлĕмрен сурăхсене пуç çаврăнакан пулмас, тет. Якейк. Пуçа çырнинчен иртимăн (судьбы не избежишь). Пуçа тем çырнă, штан пĕлес. Шорк. Поç çавăрннă сорăх пек (гов. о человеке со слабой памятью). С. Алг. Тĕл пултăмăр урхамах, пуçне тăсма ал çитмест. Орау. Курăс касма кайиччен çак пурана каскаласа пĕтересчĕ: ытла пуç çинче тăрать (давно уже надо было сделать, дело не терпит). Ib. Пуçа килсен пушмак, тит, пултараймасан та пултарăн. Если надо будет, то сможешь. Йӳç. такăнт. 35. Ĕç, кум, хам пуç пур чухне! Сред. Юм. Пуç умне çитсен, пуçа кăшăл тăхăнать, тет. (Кил-пуç çынни пулсан, пурне те хăй пĕлет вара, тессине калаççĕ). || Глава. N. Вĕсенчен пĕри, чи усалли, юрăхсăрри, Авимелех ятли, пуçа тухнă та, тăванĕсене пурне те вĕлерсе пĕтернĕ. Ала 63. Сирĕн çие çак çынна пуç турăмăр. Мы сделали его над вами главою. N. Йĕксĕк пуçĕ! (брань). N. Хăш çĕрте халăха пĕр çын пуç пулса пăхса тăрать, хăшинче тата халăх хăйне хăй пуç пулса патшалăха тытса тăрать. Полтава. Орлик ятлă çыруç — пуç. «И Орлик гетманов делец». Орау. Пуç пулса çӳрет?! Кам эсĕ вара капла, ял хушшинче пуç пулса çӳрен. Кармалы. Арçын пуç хĕрарăм пуç мар. N. Хăй пуç пулма çӳрет. || Индивид, личность. N. Пĕр пуçпе укçана çтă чикет. Пĕр пуçупа укçана çта чикетĕн. N. Те пуç (сам человек) каялла киле тавăрнать, те тавăрăнаймаçт, тесе (дума уходящего на чужбину). N. Хăйсенĕн пуçĕсене пит асла хураççĕ. Истор. Лайăх пурăннă чух пуçне пит асла хывнă, пуçа хĕн килсен, тӳрех хăраса ӳкнĕ. Пазух. Ан хапсăнăр тĕнчен мулĕсене, çылăх пулĕ çамрăк пуçсене. || Конец. Орл. I, 281. Пĕр пуç çăка, тепĕр пуçĕ юман, варинче мăкăр. (Çапуççи). Альш. † Чӳречĕре уçса ярăр: алшăлли пуçĕ курăнтăр. Ib. Сĕтел пуçне, сак çине лартаççĕ вĕсене. N. Сĕтел пуçне иккĕшне арăмĕпе ура çине тăратса... N. Сĕтел пуçне, урлă сак çине ларса... Б. Олг. Çанта лапка поçне каþăмăр, колач çисе ларатпăр. В. Ив. Хăшĕ тата вăрлăх валли кăшăлăн пуçне уйăрса илеççĕ. N. Вăл пĕренерех тунă ахаль пӳрт майлах: тăватă кĕтеслĕ çурт пек ларать; анчах унăн çумне икĕ пуçĕнчен икĕ пура пураса çыпăçтарнă. Ст. Чек. Хутăн пĕр пуçне шĕвĕр тăваççĕ, ăна хăлхана лартаççĕ, тепĕр пуçне вут тивертеççĕ. Орау. Икĕ пуçпе те пĕр пекех йăванса анса ӳкрĕ (упало плашмя). Янш.-Норв. Варĕнчи йăлтăрка, икĕ пуçĕнче (по сторонам ее) мерчен шăрçасем (на нитке). Цив. Тата пĕр çăмарта илсе, ăна пĕр пуçĕнчен хуратаççĕ. Торп-к. Унтан пĕр пуçĕнчисем тепĕр пуçĕнчи ачанăн алли айăн тухаççĕ. N. Пуçĕнчи, на его конце (амбара). Регули 1164. Пĕр вăрман поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поçне каç полăрах аран тохса. Ib. 1165. Пĕр орам поççĕнчен кĕрсе, тепĕр поççĕнчен тохрăм. Пшкрт. Ял поçăнчан ял поçна, от одного конца до другого. Янш.-Норв. Вăл масар пуçĕнчен пирĕн ял хушшине питĕ тарăн типĕ çырма анать. N. Маншăн пусан, кăçта кайсан та пĕр пуç (один конец). || Боковые стороны (концы) строения. Ст. Чек. Кĕлет пуçĕ, лаçă пуçĕ, ăрамра кĕлет пуçĕнче; алăк айĕнче, кĕлет пуçĕнче: сыснапа пĕтернĕ пуçĕсене, е вырăна урлă май пуçне калаççĕ — в противоположность кĕлет умĕ, кĕлет хыçĕ. Ачач 82. Пурте лаç пуçĕнче выртакан çăка каска çине лараççĕ. Кильд. † Пирĕн пӳрт пуçĕнче-улма йывăç, турачĕсем çинче чĕкеç чĕпписем. Чиганар. Вăсем кĕлеткисене пӳрт поçне çакаççĕ. Ib. Пӳрт поçĕнче çор çăкăр çакăнса тăрать. (Уйăх). || Перед. Яргуньк. Эпĕ пуçа çуна пуçне чиксе те, малалла пăхман. | Начало. N. Çавăнпа вăл çыру пуçне адрĕсне çырас пулать, тет. Ст. Чек. Уйăх пуçĕнче (в начале месяца) чӳк тунă. || Вершина, верховье. Альш. † Çичĕ çырма пуçĕнче çырла нумай, çĕр сахал. V. S. Çырманăн çӳлĕ пуçĕнче курăк аван ӳсет. ТХКА 39. Тарăн çырма пуçне вăрманта пирĕн сыснасем хăйсене выртма шăтăк чавнă, тет. || Голова (сахара). Изамб. Т. Пĕр пуç сахăр. Ib. Сирĕн миçе пуç сахăр? || Голова (о скотине). N. Çичĕ пин пуç вак выльăх. || Семья пчел. ТХКА 65. Вунă пуç хурт усрарăм. Вуннăшĕ те арчаллă вĕллеччĕ. ТХКА 5. Вунă пуç хурт усраттăм. Вуннăше те арчаллă вĕллеччĕ. || Колос. Менча Ч. Пӳне Атăл хăмăш пек, пуçне чакан пек, çăмарта хĕрли пек тутлăхне парăсăнччĕ. (Моленье). Хăр. Паль. 40. Пуç сăхакан ыраш, тата шавласа выртакан шывсем çинчен камăн илтес килмĕ. Икково. Орпа поç прахать-и мĕн, ста каян васкаса; тепĕртак ларсан, орпа поç прахма поçлать. ЧП. Пуç пăрахать (урпа). Ib. Шур пуç кăлар (пиçен). Пазух. Анкартисем хыçне кантăр акрăм, вăхăт мар-ши пуçне татмашкăн. || Головка сапожная. Чем люди живы. КС. Атта пуç сыптарас. || Волосы. N. Пуçа кастартăм та, çăмăллăнах туйăнчĕ. || Жизнь. ЧС. Эсĕ пирĕн сăмахăмăра итлемесĕр ху пуçна ху çухатăн. Байг. † Пуçă каймĕ тантăш, мулă кайĕ, вăрласа ил савнă хĕрĕсе. Лашм. † Пирĕн пуçа çини эсĕ мар мĕн. Ст. Шаймурз. † Епле хăйсене хăйсем шеллемеççĕ, пуçĕсене хĕрхенмеççĕ. Б. Хирлепы. Эсĕр-и ман пичисен пуçсене çакансем (= çиякансем, çиекенсем, т. е. губители). N. Эпĕ вунă çула пуçăма ярам. Баран. 65. Этемсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе çулăмран тухса тарнă. Хăшĕ пуçне хăтарасшăн чупнă, хăшĕ çавăнтах вилĕме кĕре-кĕре ӳкнĕ. Ib. 56. Харăс чарăнаççĕ: пĕтнĕ пуç пĕтнĕ, ăçта кайса çухалмасть тесе, тĕпĕ курăнми тарăн çырма урлă сиктере параççĕ. Ib. 31. Пилĕк пус ман пуçа çирĕ. Пилĕк пусран пуçласа, ак мĕн курмалла пултăм. N. Ку вăрçăран пуçа исе тухса пулать-и? Ст. Шаймурз. Тархасшăн илсе ан кил, пуçма çиетĕн ĕнтĕ, тет. Пожалуйста не приводи ее, а то погубишь меня. Сунт. Аттесене хирĕç пулса, çакăнта килсе (замуж) пуçа çирĕм. Бгтр. Вăсам малтан вониккĕн полнă, кайран пĕри хăй поçне çинĕ, тенĕ. N. † Хурăн тăрне хурт çирĕ, манăн пуçа эсĕ çирĕн (кĕрӳшĕ). К.-Кушки. Чун юратман ачаран пуç хăтарса пулмарĕ. N. Çĕмĕрĕлме кай, çунса кайтăр, ман çамрăк пуç çухалчĕ. Собр. Вăттисĕн сăмахне итлемесен, пуçне çухатать, теççĕ. || Благодарение. Хурамал. || В чувашизмах. Орау. Вулани пĕртте пуçа кĕмеçт (ничего не идет в голову). Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Шухăшла-ха пуç тавра: манран мĕскĕн ачу çук. N. Манăн пуçа касса ан çӳретĕр, килте пурăнтăр. N. Шухăшлассисем килсен те, тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшласа, пуç тавăра çавăрса илме пултараймаççĕ. Альш. Хĕрĕ каланă: эсĕ лаша тĕсе аслаçăна хăй пуçне вĕрентрĕн, тет. Т. Григорьева. Пуç тавра шухăшламасăр ĕçе ан тытăн, теççĕ. (Послов.) Рак. Турă сывлăх патăр та пуçăра (пусть даст вам здоровье). N. Çамрăк ача çамрăк пуçĕпе ватă çынсене вĕрентет. Ск. и пред. 93. Пуян хĕрĕ пуçупа мĕншĕн çапла хăтлантăн? Рук. календ. Прокоп. Мишер пуçĕпе мишер те, таса тумасан, арăмне: эсĕ чăваш арăмĕ пек хытланатăн, тесе вăрçать. Юрк. Авă эпир мар, улпут пуçĕпе чиркӳ тĕлне çитсен, çĕлĕкне хывса илсе, сăхсăхса илет, тесе калаçчăр, тесе шухăшласа, малти чиркӳсем тĕлне çитмессерен, пуçĕнчи çĕлĕкне хывса илсе, чиркӳ çине пăхса сăхсăхса илет. ГТТ. Пуçне ниçта кайса чикеймес. Трхбл. Епле эс учитĕл пуçупа веренмен хĕре илсе ятăн? — Е, пĕррелĕхе пырĕ-ха. ЧС. Эсĕ халĕ çамрăк пуçупа халиччен çук йăлана туртса кăларатăн ĕнтĕ. Урож. год. Вăл хăй ватă пуçĕпе суха касси йĕрĕпе кун каçачченех утать. Н. Карм. Пит пуçа йывăр киле пуçларĕ (на должности). N. Чипер сывă пуçпа кайса килĕ вăл. N. Чĕр пуçăмпалах çĕр айне кĕрсе выртасчĕ. N. † Пуçма ятăм ирĕке сарă хĕрсем суйлама. Альш. † Сирĕн пекех лайăх çын халь умĕнче, сĕтел умне тăрса юрлаймăп: кĕçĕн пуçма асла хураймăп (хываймăп). Ib. Пуç кăна сыв пултăр: пуç пулсан, пурăнан вара, теççĕ. С. Айб. † Ай-хай пуçăм çамрăк чунăм, тата мĕн курасси, ай, пур-ши? Емельк. † Эсир те ватă, эпĕр çамрăк, сире пуçапмасан, пуç пулмаçт. N. Тин пирĕн пуç пĕтмели килет. (Из письма). Изамб. Т. Мĕн тăвас тен: ӳстерĕ çав, пуç çине ӳксен (если так пришлось, воспитает). N. Вĕсен пуç пурăнăçĕнче ĕмĕрлĕх савăнăç пулĕ. ЧС. Сана, хамăр пуç пурăнсан, çулталăкран тата чӳклĕп. (Из моления). Ib. Ача-пăча сăмаххине итлесессĕн, пуç та пĕтĕ. (Гов. мать). N. Пĕтĕм пуçĕпе йĕрсе ячĕ. Ск. и пред. 61. Çавăнта никам та ирĕклĕ пуçпах Мăншу çынĕнчен анакансем çук. Сред. Юм. Пуçа йытта хывнă та, чирлĕ тесе вырта парать вит, хăйĕн-ха нимĕн те ыратмас. N. Хам умра темĕскер, çавра çил пек, юра сирпĕтсе ман умалла тӳрех, пуç каснă пек килет; хăранипе хăйне хăй пĕлмест.

пуç-йĕп

или пуç-йĕппи, род ожерелья из двугривенных монет, нашитых на коже; прицепляется у женщин сзади к сурпан 'у. На краю этого украшения — çуха катăкĕ (кружевное украшение с волнообразным краем). Чертаг. Ib. Пуç-йĕп çине тенкĕ çакаççĕ: сурпанпа масмака пĕр çĕре тыттараççĕ. Орау. Пуç-йĕпписем çинчен. Вирьялсен пуç-йĕпписен сăранĕ кушлавăшсен пуç-йĕппинчен ансăртарах та, вăрăмрах та пулать. Анчах вăсен тăршшипех тенкĕ çакса тухаççĕ. Кушлавăшсен пуç-йĕппи тăршшин варинче тенкĕ ытла нуммай çакасран вĕтĕ шăрçапа тытăнтарса вырăн йышăнса хураççĕ. Вирьялсен пуç-йĕппийĕ хăлхаран аяларахран икĕ енчен масмак çине чиксе хурсан ытлашши вăрăммипе ĕнсе хыçнелле кайса выртса çӳрет. Пирĕн Кушлавăш арăмисен сурпан хĕррипе танах тăрса ĕнси çинчех тăрать. Тата хирти арăмсем пуçĕсене масмаксăрах сырăнаççĕ те, сурпанĕ ан салантăр тесе, икĕ тăнлавран икĕ муклашка пуçлă йĕппе чиксе хытарса тăраççĕ. Вирьялсен пек, кушлавăшсен пек икĕ йĕп хушшинче тенкĕ çакнă сăран çук. Вĕсен икĕ йĕп уйрăмах.

пуç кайнă

пропащий, погибший (о человеке), осужденный. Изамб. Т. Уншăн, пуç кайнă çыншăн, пур-пĕр (ему все равно). Ib. Ĕнтĕ ул пуç кайнă (он уже присужден в Сибирь), унпа калаçма та юрамаст.

пуçлă туттăр

особый платок, похожий на полотенце, повязываемый женщинами поверх сурбана. Орау. Пуçлă туттăра пирĕн Уравăшра сурпан валли тĕртсе тунă пек тунă, икĕ хĕррине хĕрлĕ пиртенех тăваççĕ. Туттăр валли тĕртнĕ пир сурпан пирринчен ансăртарах пулать. Туттăр валли çав пиртен пĕр аршăн çурă тăршшĕ касса илеççĕ те, унăн икĕ вĕçне туттăр пуçĕсене çĕлесе хураççĕ, унтан вĕсем çумне пасар шăтăкĕ çĕлесе хураççĕ. Çавна вара пуçлă туттăр теççĕ. Пуçлă туттăра икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: туттăра икĕ вĕçне тан туса, варри тĕлĕшĕпе çанкисене çӳç курăнми çавăрса илсе, ĕнсе хыçĕнчен çыхса икĕ вĕçне усса яраççĕ. Тепĕр тĕрли — çав усса янă туттăр вĕçĕсене каялла лĕпке çине илсе килсе, хире-хирĕç çыхса хĕстерсе, вĕçĕсене мăйрака пек туса хăвараççĕ. Çапла çыхнине чăвашсем: туттăрне тавăрса çыхнă, теççĕ. См. сурпан тутăрĕ.

пуçма-пуç

без придачи, баш-на-баш. Кан. Пуçма-пуç юрамасть, пиççей (= пичче), тăрне хур (дай придачи), тесе йăлкăшса пырать тутар. Симб. Пуçма-пуç янă. Сменялись баш-на-баш. Ст. Чек. Пуçма-пуç улăшрăмăр, пĕр енчен те сĕтев паман. Ib. Эрхипĕн те пĕр начар лаша пурччĕ, пуçма-пуç улăшрăмăр Эрхиппе. Якейк. Эпĕр чĕлĕмсем пуçма-пуç олштартăмăр. Мы поменялись трубками без придачи. Сред. Юм. Лаша çине стев мĕн чол патăн? — Стевсĕр, пуçма-пуçах олштартăмăр эпир (без всякой придачи).

пуçне

кроме, без. Альш. Хунартан пуçне пĕртте тухма та пулман. Тухсанах пуçпа-пуç перĕннĕ. Юрк. † Хĕвел, пĕр аннеçăм, çĕрĕ пĕр мар, çĕрĕ пĕр аннеçăм, çынни пуçне. Регули 163. Çав кĕпе, ĕçленисĕр (= çĕленисĕр) пуçне, виç сом тăрать. N. Хамăртан пуçне çырман (без нас, т. е. в наше отсутствие, не писали). Янш.-Норв. Пиччемсĕр пуçне эп мĕн тăвăп? Баран. 139. Ӳсекен япаларан, выльăх-чĕрлĕхрен пуçне этем те пурăнаймасть. Ольга. Ашшĕнчен пуçне, кроме отца. Регули 546. Манăн онсăр поçнех номай. У меня и без этого много. Ib. 601. Хĕр ача, тăлăх (тăлăх хĕр ача), аш-амăшсĕр пуçне кил тытас çок. Лашм. Санран пуçне пурнаймăп. О сохр. здор. Шывсăр пуçне (без воды) никам та пурăнайманнине эсир хăвăр та пĕлетĕр. N. Çавăнтан вара мана пĕччен, аппаран пуçне, ниçта та ями пулчĕç. || По. Кан. Çĕр çитменлĕхне шута илсе, ятак пуçне валеçмелле туса панă. || На. Ала 82. Вăтăр ача пуçне, тата пурин пуçне пĕрле пĕр шан турĕç, тет (пива). Юрк. Çулталăкра тата тăватă тапхăр % укçи илетпĕр, тенкĕ пуçне 20 п. кĕмĕл (400 т. çине 80 т.). || Оригинальный. Сёт-к. Илле вăл пуçнерех çын. Илья оригинальный человек. || Отдельно, врозь, особо. Н. Карм. † Эпирех те виççĕн пĕр тăван, сассăмăрсем пĕр пек тухать пуль те, ăрăскалсен пуçне пулать пуль. N. Пасар пĕрле, телей пуçне.

пуççăн

, поççăн, концами. N. Çола пуççăн анасам. В. Олг. Пĕр поççăн, одним концом. Ib. Тепĕр поççăн тӳ. Толки другим концом. || В. Олг. Пĕр поççăн порнат (одинок). Кан. Мĕн хуйхăрас хĕр пуççăн (т. е. в девичестве). Кан. Санăн ывăлу чĕр пуççăн (в живых) юлмĕ. N. Вĕсем хăйсем пуççăн (независимы): мĕн тăвас тенĕ, çавна тăваççĕ.

пуççăр

то же, что пуçсăр, страдающий головной болью. КС. Вăл такçантанпах пуççăр аптраса пурăнать (головная боль). || Отчаянный, озорной. Сред. Юм. Ах тôр, ăсĕн ачисĕм пит пуççăр, такам пахчине те çĕмĕрсе кĕрĕç. СПВВ. X. Пуççăр çын = пуçтах, отчаянный человек. КС. Унăн ывăлĕсем ытла пуççăр (головорезы). Чебокс. Манăн пĕр пит пуççăр юлташ пурччĕ. Альш. Пуççăр вăрă, отчаянный вор. К.-Кушки. Пуççăр — «сорви-голова». ||Употребляется в качестве послелога — без. Шибач. Ну, тет, Йăван, тет, эп, тет, сана çитĕнтертĕм, çан чол çола çитрĕм, тет, мансăр поççăрах илме (çаран) полтаратăн, тет.

пуççĕн

то же, что пуççăн. Б. Яныши. Залив пуççĕн çавăрăннă чух Карппи пĕр пилĕк таран çĕрте çатракаран такăннă та, ик тимĕр... çухатнă-хăварнă.

пуç-тĕлĕшшĕн

своим умом, без согласования с другими. Сред. Юм. Хăй пуç-тĕлĕшшĕн килтисĕне пĕлтермесĕр хытланса çӳрет-ха ô. СПВВ. ПВ. Пĕр пуç-тĕлĕшĕн (из-за одного человека) мĕн яшкисем пĕçерсе çимелле! Для одного только себя что тут варить!

пуç

, поç, макать, обмакивать. БАБ. Хăй пукан çине ларса, пĕр урине сĕлĕ çине, тепĕр урине шыв çине пуçрĕ. Альш. Упин юнĕ пат! пат! тумлат та, Чĕрнеккейĕ çăкăрпа пуçса çиет, тет. Кан. Тасатасса — пĕчик шăл шчуткипе, ăна шăл порошокĕ çине пуçа-пуçа, тасатмалла. N. Çăкăру татăкне уксус çине пуç. КС. Сахăр çине пуçса çирăм. Ib. Пыл çине пуçрăм. Якейк. Çĕр оммине (или: оммая) çупа пуçса çаççĕ (= çиеççĕ); йохтармалла икерче çупа пуçса çаççĕ. Ib. Пĕр чĕл çăккăр касса илтĕм те, тăвар пуçса, шу сыпса çиса ятăм. Сред. Юм. Тварпа пуçса çиет. Ест, обмакивая в соль. Сёт-к. Пĕр чĕлĕ çăккăр касса илтĕм те, твар пуçса (обмакивая в соль), шупа сыпса, çиса ятăм. Юрк. Паранка (çĕр-уммине) чăвашсем хуранта хуппипе пĕçереççĕ. Пиçсен, хуппине шуратса, тăвара пуçса çăкăрпа çиеççĕ. Янтик. Çăкăра (çупа) çу çине пуçса çиес! Çăкăра тăварпа пуçса çи! КАХ. Çăкăрпа чӳклесе пĕтерсен, çăкăрне пуçлаççĕ те, çемьери çынсене пурне те пĕрер татăк (хлеба) тăвар шăлĕ пуçса параççĕ. Çав çăкăрсене ал валли теççĕ. (Тайăн-сăра).

пуçана

(-з'-), свояк. Сред. Юм. Юрк. † Ай, пуçана, çур çуна, иккĕн пĕрле пĕр çуна! Пшкрт. Поçана, свояк. Шибач. Поçана = арăмăн йăмăкне илекен. Н. Карм. Пуçана, муж пултăр и хунекем. Коракыш. Так-так такана, симĕс кайăк пуçана. (Кĕркунехи калçа). Сенчук. Пуçана! Атя иккĕн Туçана. N. Ман арăм енчен хĕр илнĕ арçынсем пуçана пулаççĕ. N. Пуçанăшĕ, его свояк.

пуçейлĕк

то же, что пуçелĕк. Пазух. Эп шухăшлап санпа, ай, тус пулма, пĕр пуçейлĕк çине, ай, пуç хума (т. е. жениться).

пуçелĕк

поçелĕк (пуз'эл'э̆к, пуз'эл'э̆к'), изголовье, подстилка под голову. Изамб. Т. Пуçелĕке тӳрлет. Орау. Пуçелĕке çӳллĕрех ту, унсăрăн кансĕр. Ib. Пуçелĕк лутра пулчĕ (в головах низко). || Особое деревянное изголовье, на которое кладется конец тӳшек'а и çытар, подголовник. Чертаг. СПВВ. ГЕ. Пуçелĕк — йăвăçран тунăскер, ăна пуç айне, çӳллĕрех пултăр тесе, çытар айне хураççĕ. Тюрл. Пуçелĕк (йывăçран тăваççĕ), предмет подкладываемый под голову с специальным назначением видеть сон. Ст. Яха-к. Чăвашсем юмăç пăхса уçăлмасан, пĕр-пĕр тĕлĕк пĕлекен çынна пуçелĕк параççĕ. Вĕсем ăçта кĕпе, ăçта масмак-сурпан, каç çывăрнă чухне пуç вĕçне хурса выртмашкăн, параççĕ. Çав пуçелĕке пуç вĕçне хурса выртсассăн, яланах мĕн-те-пулин тĕллентерет, тет: чĕрĕлессине-и, вилессине-и. Тата чĕрĕлмешкĕн (для выздоровления) мĕн-мĕн тумалли те курăнать, теççĕ. || Передняя подушка у телеги. Чертаг. Абыз. Пуçелĕк, подушка (у экипажа). Артюшк. Пуçелĕк, передняя часть телеги. СПВВ. ГЕ. Урапа пуçелĕкĕ. || Особое бревно, на котором лежит вал (на мельнице). М. Тупт. Пуçелĕк хĕрес çинче выртать (бревно на верху мельницы). См. арман. || Изамб. Т. Если идет ряд загонов, расположенных в длину в одном направлении, а за ними идет ряд других загонов, направление которых перпендикулярно направлению первых, то первый загон из ряда поперечных назыв. пуçелĕк. Сред. Юм. Пуçелĕкри ана — ряд загонов, из которых на крайний упираются другие одним концом. Ст. Чек. Пирĕн ана-сене пуçелĕклĕ (пуçӳлĕклĕ) сыпăра.

пуçăн

(-з'-), начинать, приниматься за дело. СТИК. Атя, пуçăн! Айда, начинай (напр., жни, пиши). Ст. Чек. Таçта кайса пуçăнмалла (= пуçламалла = ĕçе тытăнмалла). N. Выç çынсенĕн кил-йышсене тăрантарма пуçăнать. Кан. Кив самана вырăнне çĕн самана пуçăнчĕ. Регули 722. Вăл онтан пуçăнчĕ. Сред. Юм. Ĕçе пуçăннă = ĕçе тытăннă. Орау. Ĕçе пуçăниччен; пуçăнсан, каять вара. Ib. Паян лаптăка вырса пĕтерсе шĕвĕре (пĕр пуçĕ шĕвĕр) пуçăнтăмăр. Якейк. Ĕçе пуçăнас полать, ĕçлеме тапратас полать. N. Пуçăнса каять (речка). Сир. 167. Ĕнтĕ тăр та (в рукоп. пуçăн та), Иордан шывĕ урлă каçса кай.

пуçтар

, поçтар, собирать, набирать. Изамб. Т. Ырашăран пуçтарса çӳрет (рожью собирает, ругу). N. † Аттепеле анненĕн килне тытма кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. † Çĕр çитмĕл пĕрене эп пуçтартăм, çĕр çĕклейми пӳртсем ларттартăм. Ст. Чек. Пуçтаракан, собиратель кож, тряпья и пр. Орау. Пĕр кунтăк хăяр пуçтартăмăр (набрали). Ib. Кĕнекисене пуçтарса леçтермен-ха. Еще не собрал и не отправил книги. Чаду-к. Вăлтине пуçтарса киле карĕ. || Нищенствовать. Ала 12. Пĕр пуçтарса çӳрекен ватă арăм. N. Ку тăхăнчĕ (надел), тет те, карĕ, тет, пуçтаркалама (по миру). || Покончить (с делами), убраться. Качал. Карчăк калать: юрать, юрать (можно), акă эпĕ те каятăп ĕç пуçтарсан (когда уберусь), тит. || Прибрать. Собр. 429. Ташла пĕлмен урине çатан çумне пуçтарас, пупле пĕлмен чĕлхине вĕри шӳрпе сыптарас. || Свертывать. Скотолеч. 23. Лаша тăватă урине те хырăм айнелле пуçтарса тăрать. || Спрятать. Б. Хирлепы. Хутне пуçтарса илчĕ (спрятал), тет те, сулахай енчи çулпа карĕ, тет. СТИК. Çак атта кĕлете пӳлмене пуçтарса хурас (надо спрятать в амбар). || Спровадить, убрать. N. Ку япалана ыранччен ăçта-та-пулсан пуçтарса хурас пулат. Нужно эту вещь (мертвого) спровадить до завтра куда-нибудь. N. Çавăнпа ялсене, халăха çĕр париччен унтан юрăхсăр çынсене пуçтарас пулать. || Убить, прикончить. Т. VII. Куна пуçтарса хурасси хураймарăм; ĕнтĕ тепре тупса пулаймĕ-ши. Ăна вара часах аллăмран ĕçермĕттĕм. Сунт. Çул çинче эпĕ ăна пуçтаратăпах. Ск. и пред. 62. Унтан сасартăк Утяка мăйран пăвса тытать те, çапла кăшкăрать: эсĕ те унтах пултăн-и пĕрле? Халĕ çийĕнчен кулса çӳретĕн-и? Çакăнтах пуçна пуçтарса хурам! Ау 40. Унтан вара пуп пуçтарат та хурат арăмне (убивает). N. Хăш чухне сут пуличчен редактăра хăйне те пуçтарса хураççĕ: тĕрмене хупса лартаççĕ. || Уничтожать. Ст. Яха-к. Кăна эсир пăртак тăнă пулсан, тикĕн пулман пулĕччĕ ку: е хăвăра, е выльăх-чĕрлĕхсене пуçтарса хунă пулĕччĕ (прибрал бы, уничтожил бы он, т. е. чӳк. Здесь чӳк в смысле божества). Орау. Пĕр кунтăк хăяра пуçтартăмăр (съели, уплели). || Собрать (о машине). N. Вĕсене хăш япалисене ешчĕкпе, хăшне ахалех парса яраççĕ; машинăна килте пуçтарас пулать. || Снять (урожай). Юрк. † Арман умне вир акрăм (посеял), пуçтарса илме сĕлĕ мар.

пуçтарăн

собираться. Самар. Çумăр пуçтарăнат. Орау. Пуçтарнса каймалăх (на отъезд) памĕç-ши укçа? N. Унăн ывăлĕсем черет тăрăх куллен пĕр-пĕрин патне пуçтарăна — пуçтарăна ĕçкĕ-çикĕ тунă. N. Шыв пуçтарăнса килнипе сивĕ хĕл кунсенче шăнса ларнă пăрсем хăпарса килеççĕ. || Свертываться. Тяптяево. Кĕперĕ çавă хĕрсем хыççăн пуçтарăнсах пырать (сам собою за ними мост свертывается). Тораево. Арăмĕ хунĕн (своя) пирне чăсса пăраххăрĕ, тет те, валти сӳтĕлсе пырать, тет, кайри пуçтарăнса пырать, тет. Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 18. Унăн (у «богомола») вĕтĕ шăллă урисем хуçмалла çĕçĕ пек: кирлĕ вăхăтра чăсăлаççĕ, кирлĕ мар пулсанах пуçтарăнаççĕ. || Притти в порядок. Собр. † Пирĕн атте çич шăллă; çич шăл виттĕр вĕрсессĕн, çӳçĕ-пуçĕ пуçтарнĕ (= пуçтарăнĕ).

пуçтаркала

(-г-), учащ. ф. от гл. пуçтар. Сред. Юм. Çитмес тăк, татăксĕнчен те полса пуçтаркаласа тăвас пôлать (кĕпене). Кожар. Пĕр отма çолпа кайрĕ те çатрака пуçтаркаласа, кайнăран кайрĕ те, пĕр лампă çутти пур. Бес. чув. 6. Ĕçе тытăначчен салтакра пуçтаркаланă укçиçемпе лаша илет. ЧС. Сансăр пуçне пĕр лашапа эпир епле ĕçсем пуçтаркалăпăр (как управимся с делами).

пуçтах

(пус'тах), головорез, буян, озорник, шалун. Шарбаш. Çакă ĕне пит пуçтах, кăрик хăнча та ытти ĕнесенчен валта пурать. Илмен-к. Пуçтах, храбрый, головорез. Сред. Юм. Пуçтах тесе çын пахчине япала вăрлама кĕрекен ачана, ват çынсĕмпе вăрçса çӳрекен çитĕннĕ ачана калаççĕ. Актай. Ашшĕ тӳрĕ, амăшĕ кукăр, ачи-пăчи пуçтах. (Хăмла). Вотлан. Ашшĕ тăрăх, ачи-пăчи пуçтах, амăшĕ лаптак. (Сарăм, кĕлтесем, йĕтем). N. Эсĕ унăн пуçтаххи пирки пуçна çухатăн. N. Çӳретмен лаша пуçсăр пулать, чарусăр ывăл пуçтах пулать. || Отчаянный. Тюрл. СТИК. Ку сурăх (лаша, ĕне, анчăк) питĕ пуçтах, теприсен умĕнчен çимене туртса илет. СПВВ. ФИ. Пуçтах — çисе тăрана пĕлмен, антăхса çӳрекен çын. Пĕр çĕре пырать те — пĕр çăвар çыртать, тепĕр çĕре пырат — тепĕр çăвар çыртать.

пут

, пот, , подр. треску лопающейся скорлупы. N. Эпĕ матякне (яйцо) вучаха хутăм; пут! терĕ, пат! терĕ, Патĕр-ялне кĕрех кайрĕ. N. Пот! шытрĕ. || Подр. звуку падающей капли. Шорк. Шолтра томла пот-пот! томлать. || Подр. мгновенному и отрывистому движению. N. Çол çăлтăрĕ (виçĕ-туат, çăлтăр, тӳрех каят пот, пот, пот! чăсăкăн). Б. Олг. Çăмăл кайăк пот, тăрса каят анчах. См. вăрт. Шорк. Пĕр пысăк пачашка пот! сиксе тохнă (выскочил большой волдырь). || В удвоении означает: пятнами. Пшкрт. Пот-пот шорăллă, с белыми пятнами.

пут

, пот, тонуть; погружаться; вязнуть. Изамб. Т. Унтан вара салми путиччен вĕретеççĕ. Альш. Хăшĕнче пулă тытаççĕ, хăшĕ (озера) ахаль кăна шывланса путса-йӳçсе выртаççĕ. Янтик. † Ĕнтĕ шур юр çăвать, пушмак путать. N. Кашни кун темиçе пăру путса ларатчĕ, ĕнесем те путкалатчĕç. N. Унта юшкан пĕр аршăн путатчĕ. N. Сăрана путса вилнĕ. Утонул в пиве; ТХКА. Унăн тăпри пĕтĕмпех путса аннă, те лайăх таптаса тултарман шăтăкне. Ăна та купаласа хăвартăм. Баран. 43. Йытти (упомянутая) вуннă-вунпĕр сиксенех юр çине путса ларать. Илебар. Ку мĕншĕн путмас-ши? тесе пĕшкĕнсе пăхрĕ, тет. Альш. Анчах çуркуннесенче вăл кӳлĕсенĕн тĕпĕсем (места бывших озер) путакан пулаççĕ. N. Кĕсем Атăла путса вилнĕ, тет. Орау. Эрекене путса вилчĕ. К.-Кушки. † Путса-шăтса лармашкăн, ытах çук çын ачи мар. Шел. 52. Сутуçисем хăвăртах укçа çине путаççĕ. Кĕвĕсем. Элшел хĕрĕ ӳсет-çке, кĕмĕл айне путат-çке. Мертлĕ хĕрĕ ӳсет-çке, тăхлан айне путат-çке. || В перен. знач. Кан. Киле çитрĕм те, шухăша путрăм (погрузился в думы). || Ввалиться; образовать ямочки. ЧС. Пĕтĕмпе куçĕсем путса анчĕç. Полтава 44. Путса ларнă ват куçа... N. Пит-çăмарти путса кĕрет кулнă чух. При улыбке на щеках появляются ямочки. Скотолеч. 32. Çав шатрасем (оспины) хăмпă пек хăпарса каяççĕ те, тăррисем путса тăраççĕ. || Проваливаться. Орау. Çӳреме çук ĕнтĕ халь, çул путать, аран-аран аштарса çитрĕм (весною). || Провалиться, деться. Орау. Таçта кайса путрĕ ĕнтĕ. Куда-то ушел и не идет, «провалился». Пустел. Кайрĕ те путрĕ. Ушел и запропал. || Быть заглушенным. Капк. Хĕлип кĕçĕ айне путнă, ăна та хăварас мар. Яргуньк. Улми (картофель) çом айне потнă (заглушен сорной травой). Ск. и пред. 102. Çула пулсан, çав çуртсем йывăç ăшĕнче путаççĕ.

путаркăç

(пударгы̆с'), грузилка, вилки рыбаков для погружения и направления шестов с веревкой невода при подледной рыбной ловле; особый шест у рыбаков с воронкообразной посадкой в конце, употребляемый для пугания в воде рыбы (ботало). Альш. Тетелĕ карсан, пулла путаркăçпа хăратаççĕ, вăл вăрăм авăрлă, вĕçне хăвăл тăваççĕ. Шыв çинче ханкăрт-ханкăрт тăват. Ib. Алла путаркăç тытса, путаркăçпа шыва шампăр-шампăр тутарса, пулăсене курăк айĕнчен тетелĕ патнелле хăваласа пыраççĕ. Ib. Путаркăçа ăна вăрăм çинçерех шертерен тунă. Шерте вĕçĕнче йываçранах варункка евĕрлĕрех туса тăхăнтарса лартнă. Вăл варункка пекки пĕр икĕ шите яхăн пур. Ăна, çурăлса каясран, икĕ вĕçĕнчен те тимĕр кăшăл çаптараççĕ. Çав путаркăçа шыва чикеççĕ те, вăл, хăвăлскер, панкăрт! туса путат: таçта илтĕнет унăн сасси; шыв тĕпĕнчи пулăсене хăратат, тет, вăл çапла. Сред. Юм. Шыв çинче потман япалана потаркăç хорса потараççĕ.

путăклă-шăтăкла

неровный, с ямками. N. Çав вырăн малтан пĕр начар кăна, путăклă-шăтăклă-мĕнлĕ, тĕрлĕрен çӳпĕ-çапĕ тулса выртакан çĕр пулнă.

путар

(-д-), прятать. Б. Яныши. Пĕр эрнерен сновор кисе пăхсан тин путарчĕç. См. пытар.

путене

(пудэн'э), перепел, перепелка. Менча. Ч. Кĕтӳ хусассăн, кĕтӳре тĕрĕс-тĕкел çӳреме парăсăнччĕ; çăмарта пек чăмăр, путене пек мăнтăр çӳремелле тăвăсăнччĕ. Хурамал. Çуркунне путене малтан авăтнă чух çичче çитеччен авăтсан, тырă ăнат, тет. Чертаг. Путене алтать (о птице). Нюш-к. Путене — тыр çинче: пĕтпĕлтĕк! пĕтпĕлтĕк! тесе авăтать. Путене çăмарта нумай тăвать, пур çăмартинчен те чĕп кăлармасть. Йăвине тырлă ана çине лаша ури вырнăсене (= вырăнĕсене), тата ытти лупашкана тăвать. Путене пĕр тытăнмасра миçе авăтать, пĕр урапаран çавăн чул пăтакка тыр тухать, теççĕ. Эпĕ путене 8-9 ытла авăтнине илтмен. СТИК. Тырра вырса пĕтерсен, кайранхи ана çине пĕрре касса илмелĕх хăвараççĕ, çавна: путене валли, теççĕ. N. Утă çулнă чухне путене чĕпписем час-час çава айне лекеççĕ.

путишле

(пудишлэ), потешно, смешно. Кичаки. Пĕр путишле хăтланать. Курьезно поступает.

путишлĕ

то же, что путишле. N. Сасă-чĕвĕ çук пулсан та, унта та е сайра-пĕре кăçалхи çамрăк автансем хăйсенĕн уçăлайман сассисемпе пĕр путишлĕ авăткаласа илеççĕ.

путвал

(путвал), подвал. Микушк. Ау 2. Пĕр тĕлте путвалта пĕр карчăкăн çитмĕл çичĕ хĕр пур. || Нижняя четыреугольная часть мельницы. Мочеи, Якейк. М. Тупт. Путвал, весь широкий низ мельницы.

путлĕ

путно, прилично, как следует (русск.). Г. А. Отрыв. Мĕнпе кăвакартнине (синили) путлех пĕлмеççĕ. Орау. Атта путлĕ (чипер) тăхăнимарăм. Аттине чипер (путлĕ) тăхăнимарĕ. Надел сапог(и) не совсем ладно. Чăв. й. пур. 5. Хăй çине ĕмĕрне путлĕ тумтир кĕмен-тĕр. Кĕвĕсем. Мертлĕ тăрăх çӳрррĕм — пĕр путлĕ хĕр курмарăм. Путли тĕни пĕри çук, путсĕр тени вĕçĕ çук. Ст. Чек. Вăл çулхине кантăр путлĕ пулмарĕ. Ib. Путлĕ пул; путлĕ калаçмас. || Путный, хороший, приличный. Юрк. Çав ĕнерен путлĕ выльăх пулас-и, эй сĕт-çу-и? N. Патнерех çитерехпе, Çемен: ку путлĕскерсем мар пулĕ, тесе, лашине тăварса йăвăçран кăкарнă. Чăв. й. пур. Прухха вара хăй те путлĕ вилĕмпе вилмен, ĕçсе вилнĕ. СТИК. Пĕр арăмласкер илсе ятăм та, те путлĕ пулĕ. Женился, но, незнай, путной ли окажется женой.

потньăк

(пот'н'ы̆к), ботник (лодка). Шашкар, Б. Олг. Хорачка. Потньăк — пĕр йӳçрен (= йывăçран) туса пĕр çынна çĕклет.

путпул

подполье, подпол. Альш. Сăрине путпултан туртаççĕ. Ib. Ку каччă ларнă, шеппех сакайне анса каят, сак уçнă çĕртех путпулĕ те шăтăк пулнă, тет. Бур. Пĕр разбойник кĕнĕ те, путпула аннă. Н. Шинкусы. Вăл пĕтĕмпех, пур çĕре те шыраман çĕр хăвармарĕ, путпулсене кĕрсе шырарĕ, пĕрене çурăкĕсене шыраса пĕтерчĕ, карташĕнчи хуралтăсене шыраман çĕр хăвармарĕ.

путришĕр

потешный? Альш. Пырсан-пырсан, кĕсем пĕр пĕчĕккеççĕ пӳрте, чăхă ури çинче тăракан çĕре, çитеççĕ, тет. Ах камăн-ши ку пĕр путришĕр пӳрт, тет. (Возможно, что здесь пĕр путришĕр есть то же, что пĕр путтишле).

путсĕр

непутевый, негодный; беспорядочный. Икково. Орау. Çанта кайса киличчен те урана шăйăрса ячĕ путсĕр (или: усал) атă. Ib. Пĕр путсĕр тутар (татаришка) урапипе халтăртаттарса иртсе карĕ. ЧС Путсĕр сăмах ан калаçăр.

поть

то же, что полать. Завражн. N. Çăкăр илме окçа нăмай кирлĕ: пĕр йосман пек япалана вонçичшер пус парас поть (= полать).

пучах

, почах, (пуζ'ах, поџ̌ах), колос. В. Олг., Пшкрт. Пучах. N. Пуш пучах, ржаная мякина. ТХКА 7. Пĕр пучахне те ана çине тăкса хăварас мар, тет ĕнтĕ вăл чăваш. || Хмелинки. Персирл. Кăçал хăмла пучахсем шултăра. См. пуçах.

пучăк

(-џ̌ы̆к), пачка. N. Туртса кăларчĕ Еккĕм пĕр пучăк хут укçа.

почĕ

то же, что пулатчĕ. Шемшер. † Пылăх варнчи пыл корĕк, пĕр виç ывăç татас почĕ, эсĕ мана йоратнине пĕлнĕ полсан, пĕр виç сăмах поплес почĕ (надо было поговорить).

поччă

то же, что полатчĕ. N. † Пылăх варнчи пыл корĕк пĕр виç ывăç тас поччĕ (= татас полатчĕ. Хĕр йĕри).

пух

(пух), собирать, набирать, прибрать, копить. К.-Кушки. † Çырла пухах кай, шăллăм; аппа юлать тиейсе, йĕре-йĕре кай, шăллăм. Юрк. Мĕншĕн тесен хысна эрехшĕн акциз укçи нумай пухат. Баран. 200. Пĕр уйăхра 300 пин салтак пухса тăратнă. N. Вăрмана çитсен эпир пурте çырла пухма пуçларăмăр. Якейк. † Çăка шулчи çӳçĕм порч, кĕрхи çилпе вĕçесрен, пичи касса хоринччĕ. ТХКА 55. Эсĕр тутă, эсĕр укçа пухса, эсĕр юман касса, Кармăша кайса сутаттăр. О сохр. здор. 40. Çавăнпа лаша хӳрисене ахаль касса пăрахса сая ярас пулмасть, ялан пухса хума кирлĕ. Ст. Шаймурз. † Пирĕн çамрăк ятсем ял çинче, пухса илейĕттĕм — ял аслă. || Делать оборы. Бур. † Хăмаç кĕпе тăхăнаймăп, аркине-çаннине пухаймăп.

пуху

, пухăв, (пуhу, пуhы̆в), сборище; сходка, собрание. Ягутли. Кашни кун çырма хĕрĕнче, пасарти пек, хĕрарăм пухăвĕ шавласа, ахăлтатса, кулса тăраççĕ. Альш. Унтан пуп пуху хăвалаттарать. Атя, кукша, пухăва, теççĕ. Менча Ч. Хăшĕ-хăшĕ, пупран ĕçкĕ ячĕ ытса илейменнисем, пуху туса, ялĕпе пĕр каç ĕçке лармалла канаш тăваççĕ. Чăв. й. пур. 8. Вара сутник пуху чĕнме хушнă, вăл пуху пуçтарнă та, пухура Ваçка çак сăмахсене каласа пĕтĕм пухăва çĕнтернĕ. Юрк. Манăн пухăва тухас килмест. Пирĕн атте-анне, пысăк тетесем, асатте те, никам та пухусем пуçтарса çӳремен.

пухан

(-h-), обрубок бревна. Яргейк. Пĕр пашалуе вуникĕ татăк тăвăп (Пухан). См. пукан.

пухмач

копилка (неол.). Пир. ял. Ленинградри Монетнăй двор перекет кассисем валли укçа пухмаллисем — çĕнĕрен 400 пин пухмач кăларать. Ку пухмачсенчен пĕр йышшисем — кĕнеке евĕрлĕ, тепĕр йышшисем — пĕчĕк арча майлă.

пушут

(-ж-), то же, что пушăт. N. Пĕр чĕл пушутран çĕр мăшăр çăпата тăвас пулат.

пушă

пошă (пушы̆), (пожы̆), пустой, порожний. ФТТ. Шу патне кайнă чух çын патне пушă витрепе кĕрсен, кил хуçи малалла каяймасть. Ск. и пред. 104. Тытрăм, тытрăм! Ăçта вăл? Тытрăм пушă параппан, чĕлхен кăпăк сăмаххи. Шумш. Пошша хирĕç полсан, телей полмасть, теççĕ. V. S. Пушă япала, вздор. || Праздный, противоп. непраздный. О заступл. Вăл пушă мар (она непраздная, т. е. беременная). Унăн çийĕнче пур. || Свободный. Эльбарус. Хĕл польтин хĕлле те эпир, пошă кон полсан, Пишонпа вылляма пуçлаттăмăр. Трхбл. Арманă пуши? Обдирка свободна? Юрк. Пушă вăхăт пулсан, çыру яма тăрăш. Ачач. Уй, сыпмалли çук чух, чĕлĕмне пушă тăрăтмасть Тимуш ашшĕ. НТЧ. Пушă мар халĕ. Теперь (мне) недосуг. N. Эсĕ пушă-и-ха? У тебя сейчас есть свободное время? || Слабый (напр. о кольце, неплотно сидящем на пальце и пр.). N. Ку калуш мана пушă (велики, свободны). ЧП. Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç, пушă пулчĕ вăта пӳрнене. || Вхолостую (о стрельбе). Ст. Шаймурз. Ку ача пăшала пушă кăна персе ярат та, шуйтан ачисем каяççĕ çав пушă пăшал хыççăн. || Впустую, без результата, понапрасну. Альш. Манăн чĕнӳ çак пултăр, йыхрава пушă ан тăвăр. Чăв. й. пур. 6°. Ваçка старастана хăй ăсăпе: Çипирех ярăпăр, тенĕ, çапла вара вăл шухăшланни пушă пулнă. Ib. 5°. Вара вăл шухăшланни пушах юлчĕ (не исполнились его намерения). Чуратч. Ц. Унта ларсан-ларсан, эпĕ пĕр уланкă тытрăм. Ыттисем пушах, ним те тытайман. ЧП. Пушă лар, сидеть без дела. || Альш. † Ах, тетеçĕм, тетеçĕм, аллăнта аллă сум укçу пур, сума та çĕр сум укçу пур, пукане пек йăмăкна пушша ан хăвар, илсе кай.

пушă çĕр

пустыня, пустырь. N. Тинĕсрен пĕр пушă çĕре тухăн, унта пĕр чĕлхе тăршшĕ старик пур.

пушшăн

пусто. ЧС. Çав анне вилнĕренпе пĕр çулччен киле тухса кĕрсен те пушшăн туйăнатчĕ. || Порожняком. Икково. Пошшăн килмен. N. Шыв йăтса çӳреме мар, ахаль. пушшăн çӳресси те хĕн.

пушă

(пужы̆), кнут. ТММ. Пушă, пуш, кнут. — Различаются: вăрăм пушă, кĕске пушă. Части кнута: аври, кнутовище; пăлтăрка, ремешок на кнутовище; чĕн, ремень; йăлă, петля кнута; тĕп, кут, основа кнута, его толстый конец; тӳлем, узел у тонкого конца (их бывает много); вĕç, конец; хĕлĕх, волос. Термины витья кнута: кантралатса яв, пĕтĕрсе яв; сулахай яв, вить от левой руки к правой; сылтăм яв, вить от правой руки к левой; виççĕлле яв, вить в три веревки и т. д.; чăмăрла яв, вить кругляшом; лаптак яв, вить плоским; кустар, привить дополнительную веревочку к имеющимся, обычно при ремонте; хĕлĕх яр, привязать к концу кнута волос. Ст. Чек. Çапла пĕлмен пушă хăна çавăрăнса тивет, теççĕ. Кан. Унтри мучи те пушшине хулпуççи урлă тăсса, туйи вĕçĕпе çăпатине шаккаса иртрĕ. ТММ. Ырă ута пĕр пушă, ырă çынна пĕр сăмах. Орау. Пăрса явнă пушă (свитый из крученых веревок, кантăра) лашана пĕтĕмпе хăпарта-хăпарта кăларать. Ала 59. Вуник юплĕ чĕн пушă. СПВВ. БМ. Пушă, пышă, кнут. N. Евчĕ малтан хĕр ашшĕ-амăшĕпе калаçат, ыйтат панине, паманнине. Пама шухăшлаççĕ пулсан, ача ашшĕсем евчĕ патне юлаççĕ, евчĕ, пушă илсе, хăтана каят. Хĕрне ашшĕсем панче пӳртре тĕл пулсан, ăна пушăпа çапса калат: çак пушăран çак хĕр ан уйăрăлтăр, тет (а кнут принадлежит жениху). Туй. Пĕтĕмпех килĕшсен, евчĕ хĕр ашшĕсем патне пушă пăрахса хăварать; пушă пăрахни килĕштернине, сăмах улăштрма кирлĕ маррине пĕлтерет. Ib. Хĕрпе качча кам-та-пулсан сивĕтсен-тусан, пушине евчĕ патне киле леçсе пăрахаççĕ. Ăна: пушă тавăрнă, теççĕ (унтан вара ĕç пăсăлать). Регули 1408. Ку пушă вирлĕ çыпăçмалла. || Нагайка. Сред. Юм. Пушă — лашана йоланатпа çӳренĕ чôхне çапмалли кĕске чĕн чăпăрка.

пушăтла

назв. игры в лычки. Разг. С. Мих. Пошăтла. Бисяр. Унта вара пушăтла выляççĕ. Тăваççĕ сакăр-тăхăр пушăт, кашни пушăт икĕ вĕçлĕ пулать. Пушăт вĕçĕсем кама тухнă, çавсем вара пĕр-пĕринпе чуп тăваççĕ, Череп. Пушăтла (игра парней и девушек).

пушăтчи

то же, что пушуччи. N. Пĕре старикки вăрмана карĕ, тет, пĕр пушăтчи курчĕ, тет те, ытараймасăрах касса килчĕ, тет, килне.

пушкар

мочь, осиливать. СТИК. Ай-ай, тетĕшне пушкара пырат (осиливает старшего брата, молодец). Юрк. Эпĕ çӳлте, пĕлĕт çинче пурăннине пĕлсен: унта улăхма та пушкарĕ, тет, тĕлĕнсе. СПВВ. Пĕччен куна тума пушкараймăп. СТИК. Пушкарат — парăнтарат, çĕнтерет. Ib. Эпĕ ăна пушкара пыратăп (= эпĕ ăна кĕрешсе çĕнтере пыратăп). ГТТ. Эсир мана пайтах япала тума хушса янăччĕ те, эпĕ пушкараймарăм-ха вĕсене: ниепле тытăнаймарăм. Букв. Тăватă эрнере эпир вулама пушкарăпăр. Чăвашсем 22. Вăл тухатмăшсене тытма та пушкараççĕ, тет; анчах пит эмел кирлĕ, тет. Баран. 11. Паттăр кремĕл çулĕ сăртне мĕнле паттăр пушкарĕ. || Исполнить, устроить. Чăв. й. пур. 12. Эпĕ ăна пушкарăп, мана пар вунă тенкĕ укçа, пĕр икĕ эрнеренех вилĕ (отец), тенĕ. || Смекать, понимать. Шарбаш: Эсĕ мĕн çинчен каланине эпĕ пошкарса илимарăм-ха. СПВВ. НН. Пушкарат — ăнкарат тенĕ сăмах. Прикончить, убить. Тюрл. Пушкарса пăрахнă хайхине (= пуçтарнă, убил).

пушкăрт

стянуть, украсть. СПВВ. ФИ. Пушкăртнă; пĕр-пĕр шанчăксăр çын тепĕр çыннăн япалисене тултсан: пĕр-пĕр çĕре çапла харшай (порядочно) пушкăртрĕ (чĕхертрĕ, чептетрĕ), теççĕ.

пушши

досуг. Слеп. Ак кон пушши пор; сан пушши. || Промежуток. Кан. Хăш-хăш хурт усракан çынсем маччине ним сывлăш каймалла мар тăваççĕ. Сăмахран, пушшисем пĕр фанер хăма листинчен тăваççĕ.

пушши

то же, что пысăкăшĕ. Якейк. Паломми çинă чох, е пĕчĕк коккăль çинă чох, тата ытти япаласене çинă чох, пĕр трук çăвара чиксен: пушшипех (= пусăкăшшипех, пысăкăшшипех) çăвара чикрĕ, теççĕ. Ой-к. Ялĕ çавнашкал пулĕ? — Ялĕ ялах та, виç кĕрпе пăрчăк пушши пур. || Биток (в игре в бабки).

пушшă

пуще. ЧС. Ман пуç пушшăран пушшă пулат, хал пĕтĕмпех пĕтрĕ. || БАБ. Мĕн пурĕ пĕр çирĕм-вăтăр тенкĕ пушшах (слишком) пĕтертĕмĕр, тет.

пушшĕ

(пушшэ̆), пуще. Юрк. Çавна кура тата пушшĕ шухăша юлтăм. N. Ăна курсан, эпĕ тата пушшĕ йĕре пуçларăм. ЧС. Аслати пушшех пит хытă авăта пуçларĕ. ЧП. Çил çук чухне те силленет, çил пулсан пушшех силленет (хурăн). Чăв. й. пур. 19. Çавăн чухне вара вăл тата пушшех хăратнă. Орау. Тата ĕлĕк маларах пушшех усал пулнă, тет. Вино-яд. Вăл усă кӳме мар, пушшех сиен тăвать. ППТ. Хăш çулне вут йăлкăшса çунат, çапах та калаççĕ: тата ун пек чух пушшех аван, теççĕ, вăйлă çулăм тата пушшех пĕтĕм ӳт-тиртен чир-чăра тасатса каят, теççĕ. N. Пичче пушшех хĕпĕртесе хавасланса сĕре пуçларĕ. N. Хайхи çынсем пушшех пĕр-пĕрин çине çиленсе çитнĕ. Кан. Пушшĕрен пушшĕ, хытăран хытă ыратма пуçларĕ.

пӳ

рост. Тайба Т. † Хĕрсем пĕве кайнă чух та, сивĕ куçпа ан пăхăр. Собр. Ӳксе пĕве кайимарăм, питĕмрен хура каймарĕ. (Сак ырати). МПП. Пӳ — çĕр пĕвĕ, рост. || Возраст. Цив. † Эпĕ çак ялтан тухас çук, пӳ çитмесĕр ан илĕр (раньше, чем приду в возраст). Сала 302°. Пӳ епле, ĕмĕр çапла килет, тет. (Послов.). || Туловище, корпус, стан. Зап. ВНО. † Павăл мана илмерĕ; пĕвĕм-çийĕм пурччĕ ман, Атăл хĕрĕнчи хумăш пек. Алешк.-Сапл. † Ман пӳ юлать çĕр айне. Шибач. Пӳ çĕклеми ĕссĕр полтăм. N. Шемшер урам — вăрăм урам, ман çамрăк пӳ шăнăçмаçт. Шишкин † Виçĕ кĕренке поканне кача порнепе çĕклерĕм; ял çинчи йăвăр ятне пĕчик пӳпе çĕклерĕм. Актай. † Пӳ курăнми хăйăр ăшне (с головою). Ib. † Илсе каяççĕ чуна, каçараймарăм пӳме. Лашм. † Куç кĕски мар — куçран пăхтарма, шур чĕнтĕр мар — пӳме виçтерме. Янтик. † Аркă çичĕ ан пĕрсессĕн, пӳне йывăр килмĕ-ши? Альш. Илтĕм симĕс кăтат, çĕлетрĕм сăкман, çаннисем те вăрăм, пӳ кĕске. Пазух. Пӳсрен те çипиркке çĕлетрĕм, çаннисем вăрăм та, пӳ кĕске. Сала 312º. † Кĕпе пӳ те памасан, кĕпе хăйи те юрать пире. || Стебель, ствол; высота, равная длине ствола дерева. Ст. Чек. Хĕвел йывăç пĕвĕ (на высоте длины дерева) анчах юлчĕ. Кĕвĕсем. Шурта шăпчăк авăтать, хăмăш пĕвĕ (стебель) янăрать. Вăрманта кукку авăтать, вĕрене пĕвĕ (ствол) янăрать. СПВВ. Х. Хĕвел йывăç пӳ пурччĕ. || Длина, расстояние. Янш.-Норв. Пирĕн ялтан кăнтăрла енче, пĕр ана пĕвĕнчен (на расстоянии длины загона) тĕне кĕмен чăвашсенĕн масарĕ пур. N. Осем пирĕнтен пĕр ана пӳ ытларах çех тăраççĕ (стоят лишь на расстоянии длины одного загона).

пӳ-си

туловище, корпус, стан; внешность. Тюрл. Пӳне-сине çĕклеймес (тяжелый человек). Сред. Юм. Çан чôл пӳ-сипе, сăн-пуçпа такама кайса йораса пôрнмалла-çке. Цив. † Пĕвĕм-сийĕм пурччĕ ман, Атăл хĕрĕнчи хумăш пек. Paas. 121. Пӳ-си, тело. ТММ. Хăй (Марине) çинчерех пӳ-силлĕскер, чăпта куписем хушшипе ансăр çĕртенех ирĕккĕн кĕрсе кайрĕ те, пĕр лутрарах чăпта купи çине яшт сиксе хăпарса ларчĕ.

пӳ-çи

, то же, что пӳ-сĕп. Юрк. † Пĕр хĕр тухрĕ тухьяпа, çӳçĕ-пуçĕ кăлкан пек, пичĕ-куçĕ хĕвел пек, шăмми-шакки илемлĕ, пĕвви-çийĕ хĕп-хĕрлĕ. Кам сăхланмĕ илесшĕн? ЧП. Ӳстертĕм çинçе пӳ-çие. СПВВ. Пӳ, пĕв, пĕв-çи, пӳ-çи. Ib. Сăрăлă юпа манăн пӳ-çи. (Сăрăлă юпа или ула юпа — столб с обозначением названия деревни, числа дворов и душ). ТХКА 129. Çынсемпе, арăмсемпе чуптусан, кăтра пупăн çавăнпа пĕвĕ-çийĕ тапрансан...

пӳклеш

ссориться. СТИК. Пĕр-пĕринпе пӳклешсе пурăнаççĕ. Живут не в ладу.

пӳл

(пӳл'), загородить. Янтик. Тăвайккинче юр ишĕлсе анчĕ те, çула пӳлсе хучĕ (пӳлчĕ). Юрк. Маччи хăмисемпе, урай хăмисемпе пӳрчĕ вырăнне (усадебн. место), урам хĕррине, пӳлсе хурат. || Перебивать, оборвать. Шибач. Каласси, тет, каласа кăтартăп, тет, кам та кам, тет, мана пӳлет, тет, çирĕм пилĕк, тет, котран çапас, тет. Б. 13. Ваттисем калаçнă чух вăсен сăмахне ан пӳл. Ачач 102. Чăнах çамрăксене апла пӳле-пӳле лартмашкăн пысăккисене мĕнле ăрасна права пултăр-ха? Орау. Çынна пӳлсе, трук каласа татать вăл. Çĕнтерчĕ 16. Илякка вĕсене пӳлет. Ск. и пред. 40. Акă пĕр ушкăнта пĕри калаçат, ыттисем пурте шăпах итлеççĕ, сăмах хушса пĕри те пӳлмеççĕ. || Отрезать (путь), окружить. Ашшĕ-амăшне. Сăмьюн, унăн çулне пӳлсе илсе, каллех ӳкĕтле пуçланă. N. Вăл хам умри çула пӳлсе хучĕ. Якейк., Чертаг. Эпĕр лешсене пӳлсе илтĕмĕр. Мы отрезали им дорогу. N. Эпир упа тытакансенчен: упана халĕ пӳлсе илме пулать-и? тесе ыйтрăмăр. Сёт-к. Токмака аран пӳлсе илнĕ (загородили дорогу волку). || В перен. см. Кан. Хамăр тĕттĕмлĕхех пурнăç çулне пӳлсе пырать.

пӳлме

(пӳлмэ), закром, сусек. Толст. Унта вăл (хлеб на мельнице) çăнăх пулать те, пӳлмене юхса анать. БАБ. Кĕлет тулли пӳлме пар, пӳлме тулли тырă пар. (Моленье ӳчӳк). С. Тим. Пӳлмене хурсан, пӳлме перекетне патăр. (Моленье). Собр. Сутта кайнă чух пӳлме пуçлăпăр, турă, пӳлме перекетне пар. Сред. Юм. Пӳлмере уярнă ôнта. В закромах пусто. Тюрл. Çĕн-çул çĕрĕ (в ночь на 1-ое января) хĕрупраçсем юмăç пăхаççĕ. Решуткана (пахча картине) хăлаç çитнĕ таран тытаççĕ те, пĕр хĕрринчен: пӳлме, пĕтре, мих, тесе шутласа тухаççĕ. Юлашки решутки пӳлмепе пĕтсен, хĕрĕн пулас упăшкин тырă таврашĕ пӳлмере тăккаланса кăна выртмалла; пĕтрепе пĕтсен (пĕтре = пĕтĕре — чăпта пек пысăк михĕ, çиппине темиçе хут пĕтĕрсе тунă пиртен çĕленĕскер), пĕтрепе анчах, сахалтарах пулмалла; михпе пĕтсен, тата сахал, мих таврашĕпе кăна ларкаламалла пулать, тет. ЧП. Пӳлме тĕпĕ. Ib. Пӳлмери сĕлĕ. || Перегородка. || Комната.

пӳлмек

(пӳл'мэк'), комната. Шибач. Панклеи. Кĕрсенех ку шалти пӳлмеке оттĕр (-утрĕ). Ib. Хăпарсанах пĕр пӳлмек, пӳлмекĕпех, çăраççи тĕл полчă. Орбаш. Вăл унта хăй пӳлмекне кĕртсе лартнă та, никама та кӳртмен. || Чулан. || Назв. съестных припасов, сложенных в сумку. Имен. Пӳлмек — такмак хутаçне янă çимĕçсем: хăпарту, чăкăт, хур какай тукмакĕ. N. Пӳлмек чӳклес. (Хĕре каччă патне илсе пырсан, каçпа такмак ăшĕнчен чăхăт, тата каптăрмасене кăларса, турра кĕлтуса çиеççĕ).

пӳлемĕк чӳклени

назв. свадебн. обряда. N. Пӳлемĕк чӳклес (обряд на свадьбе по случаю получения приданого). Альш. Çĕнĕ çын витрене лартат та, хĕрсеммипе салма çакаççĕ, хунямăшĕ пымас унта. Салма тунă çĕре çынсем пуçтарăнса çитеççĕ. Салма тусан, сĕтел çине хăех антарса лартат салмана. Унтан вара ратнисемпе кашнинпе виçшер кашăк пĕрле сыпат: пĕринпе виçĕ кашăк, тепринпе виçĕ кашăк. Салмине лапчăтса, кукли пек хăвăл шăтăк тăваççĕ: ăна çĕнĕ çын салми теççĕ; çакна: алă тытса пыр çинĕ (так!), теççĕ. Хăй вăл сыпнă чух тăрать. Çĕнĕ çынни шута та каймас. Лешсем ратнисемпе пĕр-пĕрин патне çӳресе сăра ĕçеççĕ. Çак салма пĕçернĕ куна пӳлемĕк чӳкленĕ кун теççĕ. Хĕрĕ енчи каччисем шăрттанне, чăкăт, хур ашĕмĕнĕ илсе килеççĕ. Кунтан хĕрĕн тетĕш-йинкĕшсем çаплах илсе каяççĕ. Вăл такмакпа çăкăр пухаканнисене уртмахçă теççĕ. Çав кучченеçсене ку енче те, леш енче те, çак кун чӳклесе çиеççĕ, пӳлемĕк чӳкĕ теççĕ çавна.

Пӳлер

назв. старинного города Билярска, Тат. респ. (б. Чнст. у.) НИП. По рассказу одного чувашина, там была, чувашская улица (Чăваш-касси). Каменные строения Билярска провалились в землю. Около Билярска(?) есть поле, которое все было покрыто костями. Какой-то русский царь велел собрать нх. Интересно место, где находится источник и где на горе погребли «Вальăм-хуçа». Отец Н. И. Полоруссова показывал ему опустившееся место могилы этого святого. На Троицу там бывает ярмарка. Приносят в жертву животных. Юлдуз. 1912, № 811. Хуџалар тауы. Ул Буlӓрдӓн jарым мӓсафӓдӓ-гнă, Чiрiмшăн сууы jанындадыр. Там собираются сотнb нӓзiрчilӓр. Шел. 17. Эх, çĕршывĕ, çĕршывĕ, эх Пӳлерĕ, Пӳлерĕ, пĕтĕм халăх ырлăхне тăшмансене пиллерĕ. НИП. Пăлакаппа, асаттепе пĕр тăванăн хĕрĕ: Пӳлер çинчен атте калаçнă чухне эпĕр пурте макăрса лараттăмăр, терĕ. Н. Уз. Пӳлер çуна пуçласан, хан хĕрĕсем миçĕт тăрне тарса хăпарнă. Миçĕте вут хыпсан, аккăш пулса, вĕçсе кайнă. Кайнă чухне: ку вырăна йăвăç пусĕ, тесе каланă, тет. Демид. Пӳлертен хĕвел анăç енелле пĕр пилĕк çухрăмра çăл пур. Т. VI. 7. Валĕм-хуçа Пӳлерти таса çăл. АПП. † Хурама пĕкĕ йĕс ункă, хуçăлайрĕ вăрман варринче; хура куçлă çинçе пуçăм çухалайрĕ Пӳлер урамĕнче.

пӳлĕççи

(пӳл'э̆с'с'и), назв. второго божества (после турă). Сред. Юм. Пĕррĕ тôрăпа пулĕççи праçник кôнĕ тĕнчери çынсĕм мĕнле порăннине пăхса çӳреме тохрĕç, тет. Пырсан-пырсан, пĕр арăм кĕпе çунине кôрчĕç, тет. Пӳлĕççи: вăй патăр сана! терĕ, тет. Тôрă, пĕр сăмах та чĕнмесĕр, иртсе кайрĕ, тет. Тăта тепăртак кайсан, пĕр качча кайман хĕр: ах торă! тесе, йĕре-йĕре çĕр айне ача пытарнине корнă, тет. Торă: пит вилес пикех ан тарăх, ачам, тесе каларĕ, тет. Çав хĕртен пăртак иртсе кайсан, пӳлĕççи торра: мĕншĕн эсĕ çак аскăн хĕре çавăн пик япатса сăмах каларăн, паçăрхи ĕçлекен арăма пĕр сăмах та чĕнмерĕн? тесе каларĕ, тет. Тôрă каларĕ, тет: паçăрхи арăм мана хисеплемесĕр пăраçник кôнĕ кĕпе çăвать, кô хĕр, аскăн ĕç тунă пôлсан та, кашни сăмахра: ах торă! тесе, мана тархасласа чĕнет, çавăнпа эпĕ леш арăма сăмах та чĕнмерĕм, кô хĕре самăх каласа йăпатрăм, тесе каларĕ, тет. (Из сказки).

пӳлĕхçĕ

то же, что пӳлĕхçи. К.-Кушки. М. Васильев. Пӳлĕхçĕ, пĕр турăран кĕçни (1 разр.). СПВВ. ИА. Килте пӳлĕхçĕ пулмасан, выльăх-чĕрлĕх ăнмаст, теççĕ. Ib. Эй пӳлĕхçĕм, картара выльăх-чĕрлĕх ăнтарса пыр, тĕпеле ырă кин пар. Ала 59°. † Пуççăмах та çамрăкта, пӳçĕм çинче, турăпала пӳлĕхçĕ аллинче. N. Унтан вара пӳлĕхçĕ пăтă, пӳлĕхçĕ амăшне юсман паратпăр, теççĕ. Сиктер. Пӳлĕхçĕ, çырлах, пуснă шурă вăкăрăмпа, чӳ-ӳк, çырлах. Аттик. Эй, пӳлĕхçĕ! пире тепĕр çак вăхăта çитиччĕн усра, килнĕ шухăшсене астутарса усалтан-чиртен витсе сыхласа тăр, амин, çырлах. Т. VI. Пӳлĕхçĕ, ан пăрах, пӳлĕхçĕ амăшĕ, сывлăх пар. Н. Карм. Çырлах, турă; çырлах, турă амăшĕ; пӳлĕхçĕ, пӳлĕхçĕ амăшĕ, çырлах, çулталăкран çулталăка сыв усра. (Учук). Ib. Говорят: турă çыртăр, пӳлĕхçĕ пӳртĕр, или: турă лайăха çыртăр, пӳлĕхçĕ лайăха пӳртĕр. N. Мăн пӳлĕхçĕ, мăн пӳлĕхçĕ амăшне, чун çуратан пӳлĕхçĕ, чун пӳрен пӳлĕхçĕ, чун пӳрен пӳлĕхçĕ амăшĕ, çĕр пӳлĕхçи, çĕр пӳлĕхçи амăшĕ, турă пӳлĕхçĕ. Альш. Пӳлĕхçе така, пӳлĕхçĕ амăшне хур. || СПВВ. ФИ. Ача-пăча таврашĕ, ак хăйĕн вылясси те килмест, тек ыттисем вылянине чăрмантарса çӳрет. Çавăн пек çынна пӳлĕхçĕ теççĕ.

пӳр

(пур'), присудить, дать, предопределить, штрафовать (в некот. гов.). СПВВ. Турă пӳрчĕ (дал). Б. Олг. Çапла торă пӳрсе полĕ. Ib. Хам телейпеле торă пӳрсе парчĕ (находка). Хорачка. Сана торă пӳрсе конта çырса çӳремешкĕн. Ib. Çоратнă чоня лепле пӳрсе, çана кормасăр полмаст. Ib. Ана-йĕрен çинче тыра-пола вольăк таптаса пракат, ана пăльовой пырат та, пӳрет. N. Васкани çитермес, тет, пӳрни çитерет, тет. Четыре пути. Турă пӳрсен, эсĕ авлансан, ачу-пăчу пулсан, асту, вĕсене лайăх ăса кӳртме тăрăш. Ст. Чек. Ах, мăнтарăн турри пӳрмерĕ те, атте панă лайăх кăвак ăйăр хапхаран кĕреспе ӳксе вилчĕ. Ib. Ăна çапла пӳрнĕ пулĕ. Такова его судьба. Изамб. Т. Пӳрменнине туртса илеймĕн. Ib. Пĕр-пĕр çын укçа тупсан: укçа ăна пӳрнĕ, теççĕ. Бижб. Пӳрмен çăкăр çăвартан тухса ӳкет, тет, пӳрнĕ çăкăр шăл хайăрса кĕрет, тет. Вил-йăли. Çурта умне, кулник сакки çине вилнĕ çынна пӳрнĕ чĕреспе чашкă лартаççĕ. Вăл чĕреспе чашка вилнĕ çын пытарнă чух хыв-нăранпа тулта тытаççĕ; вĕсене вилнĕ çынна параççĕ: вилнĕ çын савăчĕсем, тесе, урăх çĕре ниăçта тыткаламаççĕ. N. Ан хăрăр: сире вăл укçана аçăр турри пӳрнĕ, сирĕн ĕлĕкхи укçăр манăн алла çитрĕ, тенĕ тарçи. ЧП. Турă пӳрнĕ-çырнă пулсассăн... Ib. Пӳрмен мулсене (несужденые) шыраса. ЧС. Турă пӳрмесен, эсĕ мĕн тума çӳрен (что станешь делать)? N. Вĕсем курнă инкексене никама та курма турă ан пӳртĕр. АПП. † Хăна пӳрнĕ мул тупăнĕ, пӳрмен мулсене шыраса, ылтăн пек пуçна ан çухат. П. Федотов. Çырлах, турă, перекетне-тухăçне пар, ĕçме-çиме пӳр (удостой. Моленье). Ир. Сывл. 12. Пӳрех ĕнтĕ эс мана ирĕклĕхпе сывалма. Альш. Пӳлĕхĕ пӳрсе пулчĕ-ши, хам пĕлмесĕр пулчĕ-ши? Ib. † Турă пӳрсен, çырсан, пăрахмасан, эпир те пулмăпăр-ши çурт пуçĕ? Пазух. Атте-анне çурчĕ ылттăн сăпка, хăш ачине пӳрет те, çав тытать. М. Тув. † Ах, акийăм Тӳми пур, килте ырлăх нумай та, сана çима пӳрмерĕ. Юрк. † Турă çырни-пӳрни пулмасан, çаккăнти сарă хĕр вăл пирĕн. Шибач. Вăл мана торă пак пӳрсе пачĕ (наделил меня). Собр. Çырни-пӳрни пусма вĕçнех килет, теççĕ. (Послов.). Ib. Пӳрмен япала, çăвартан тухса ӳкет, теççĕ. (Послов.). ЧП. Турă çырсан, турă пӳрсен. Т. VI, 2. Пӳрменне пӳрсе пар, пӳрнине çуратса пар. Сир. 77. Мĕн хăйне пӳрнипе çителĕхлĕ тăракан çынпала ĕçлесе тăрăшса пурăнакан çыннăн кунçулĕ савăнăçлă иртет. Ib. 68. Хăй пурлăхне ывăлĕсене пехиллесе (= пӳрсе) хăварнă чухне вăл хĕрĕсене те пай панă. N. Хĕрĕмрен Сарраран ача-пăча курма пӳртĕрччĕ ман. Истор. Ăна патшара нумай ларма пӳрмен. Бес. чув. 5. Анчах унта вĕренсе тухма ăна пӳрмен. Тăв. 51. Ачам, мана та вара ан пăрах. Турă мана ку енчен те пӳрмерĕ, хуть эс те пулин ан пăрах. Баран. 31. Пĕрре этемсем кама мĕнле телей пӳрни çинчен калаçса ларнă. СПВВ. КЕ. Выльăхсене хĕлле кашкăрсем витеренех тытса каять те, ăна пӳрни тесе калаççĕ. ТММ. Пӳрни чӳречене килсе шаккат. Ерк. 12. Сентел тĕсĕ пит-çăмарти, яштак пӳ те тӳрĕ ура — пӳрнĕ хĕре пурнăçра! Янтик. Хама пӳрмен пуль çав, çавăнпа çухалчĕ пуль. Ib. Хамăра пӳрмен пуль çав: хамăра пӳрнĕ пулсан, вăрласа та каймĕччĕç ăна. Альш. † Пӳрни ăçта, пӳ унта; çырни ăçта, пуç унта. (Турă пӳрни). Сред. Юм. Хуна пӳрни таçта та çĕтмес Что тебе определено, то ты все равно получишь. К.-Кушки. Ырлăха пӳрен ырă (назв. духа). Ерк. 7. Мĕн кирлĕ-ши кăна пирĕнтен? Пӳлĕхçĕ, пӳр инкекрен! терĕçĕ.

пӳрмек

то же, что пĕрме. СПВВ. Пĕр; пĕрмече, пĕрне, пӳрмек.

пӳрне

(пӳр'н'э), палец. А. Турх. N. Хăй пӳрнинчи ылтăн çĕррине кăларса, ун пӳрнине тăхăнтарнă. N. † Çӳлте çурта çунат-ĕçке, пӳрне пек, пӳрне пек тумлать-ĕçке. ТММ. Пӳрнесен канашĕ. Пуç-пӳрни калат: атьăр эрех ĕçер, тет; шĕвĕр-пӳрни калат: укçа çук, тет; вăта-пӳрни калат: кивçен илес, тет; ятсăр-пӳрни: кивçен илсен, тавăрасси, тет; кача-пӳрни: ĕçер те тарар, тет. Шел. П. 63. Акă пĕр чулĕ патне, курăк ăшне, пĕр шит тăрăшшĕ, икĕ пӳрне сарлакăшĕ, çĕнĕ пир татăкне çурри таран алă пӳрнисем пек туса каснă та, ун çумне çиплĕ йĕп чиксе пăрахнă. Орау. Пачĕ-и? — Пачĕ, пӳрне хушшинчен кăтартрĕ (показал кукиш). Н. Тахтала. Пӳрнĕрпе пĕлĕте тĕллесе кăтартсан, çыртăр, ахаль — çылăх. Бес. чув. 6. Вăл вĕсене алăри пилĕк пӳрне пек пĕлсе тăнă (знал как свои пять пальцев). Тет. Манăн сулахай аллăн пӳрнесем уйрăлакан сыппи сикнĕччĕ. ЧП. Пӳрни вĕçне шăрпăк кĕнĕ. N. Пӳрнесем такăнаççĕ (= тытăнаççĕ). Ст. Ганьк. † Пӳрнесерен пурçăн туртаççĕ. Сред. Юм. Пӳрне те пĕр тикĕс мар. И пальцы ведь не все равны. Ib. Пӳрнене çĕрĕ тăхăнтарни (фокус). Фокăс корас текеннине тĕп-сакайне антараççĕ те, сăкман çанни ăшне аллине чиксе çĕклесе тăраттараççĕ, фокăс кăтартаканни пĕр корка шыв ăсать те, сăкман çанни тăрăх фокăс кораканни çине яра парать. Çав вара фокăс корни полать. ЧП. Вăта çĕрти пӳрне. Кан. Хвершăл: пӳрнене касас пулать, терĕ. Ib. Чĕлхесĕр çын пек, пӳрнесемпе калаçма тивет. || Напалок.

пӳрнеске

наперсток. Альш. † Чӳречĕрсем çинче пӳрнеске, ылттăн укçа чĕркесе хумарăм. || Напалок. См. пӳрнескелĕ. || Коробка или старинный наперсток спичек. Янтик. Пĕр пӳрнеске спичĕк илтĕм. Купил коробку фосфорн. спичек. Изамб. Т. Пĕр пӳрнеске шăрпăк, коробка спичек (называется так от прежней формы коробок с серными спичками, теперь же так называется вообще всякая коробка спичек). Альш. Пĕр вĕçне хурат пер пӳрнеске шăрпăк (коробку спичек).

пӳрт

(пӳрт, пӳрт, Пшкрт: пӧрт), изба, дом. Вута-б. Пӳрт, изба. Части избы: тӳпе, крыша; урай, пол; мачча, потолок; мачча кашти, матка или матица; ыра, паз у матки и венцов, (также и столбов); урата кашти, перевод или переводина и пр.; хăма, доска; кĕтес, угол; сак, лавка; кăмака ырати (= урати), опечек; кăмака сакки, приступок; чăлан, чулан; сентре, полка; пулат, полати; пулат кашти, полатный брус; кăмака, печка; мăйра (= мăрье), труба; кăмака чĕрçи, шесток; питлĕх, заслонка; кăмака çăварĕ, чело нечки; карниц, заплечек; турă кĕтесси, красный угол; чашăк хумалли, посудница, куда у крестьян кладут блюда, ложки, вилки, ножи и пр.; тенкел, скамейка; карниц, карниз избы; чӳрече окно; чӳрече янаххи, косяки; чӳрече янах тăрри, верхняя подушка или наокошник; потушка, нижняя подушка, подоконник; кантăк рамĕ, рама окна; кантăк хашакисем, оконные поперечины, наличник; хачмак — личинка; чӳрече хуппи, закрой; сула, иглица; петле, петли; кантăк куçĕ, стекло окна; петле çекли, крюк. ЧП. Çĕр çĕклейми пӳрт ларттартăм. Орау. Пӳртри япаласене унталла та кунталла утса салатса пĕтерчĕ (разбросал вещи по комнате). Ib. Ĕне выртнă çĕре пӳрт лартсан, пӳрт ăшă пулать, тит. Хур ларнă çĕре лартсан, сивĕ пулать, тит. Ib. Пирĕн пӳрт туса пĕтермен-ха. У нас изба еще не отделана. Ib. Пӳрт хăпартма (чтобы поставить сруб избы) мăк кирлĕ. Изамб. Т. Унтан пӳрт ăш-чиккине тасататăп. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хĕстерсен, хăна килет, тет. Ib. Пӳрт тăрринче çур çăкăр. (Уйăх). ЧС. Унтан вара пăртак лартăмăр ĕнтĕ, атте çĕнĕ пӳртрен кив пӳрте чупса пычĕ те, темĕнскер кăшкăрса каларĕ. Курм. Пĕр пӳрте пăсăн та, йосимăн. Регули 612. Пӳрт пирĕн аттин (ат'т'ин) виççĕ пор. Ib. 18. Пӳрт питĕрмесĕр ма кайрăн. Ib. 42. Онăн онта порăнмалли пӳрт çок. Ib. 43. Он пӳрчĕ пор та, порăнмалли мар. Ib. 1341. Эпĕр çӳресе пӳртрен пӳрте (или: пӳртех). Ib. 1526. Ĕлĕк он пӳрчĕ те çокчĕ, халь вăл лайăх порнать. Собр. Пӳрт вăти çĕрĕнче юпа ларат: çуркунне лартаççĕ, кĕркунне касаççĕ. Пир юпи). Сред. Юм. Пӳрт пуçĕнчи хăмла çырли, пиçнĕ-пиçмен суйларĕç. ЧС. Лаша кӳлсен эпĕ лашана пӳрт умне илсе пытăм (подъехал к избе). СТИК. Пӳрт маси кайнă, потерял образ; говорят, когда в избе нет никакого порядка, сорно, грязно). Юрк. Атьăр халĕ, килĕрех, килĕрех; пит лайăх хăнамăр килет иккен, атьăр пӳртелле, тесе йăтса кĕме хатĕр пулса чĕннĕ пек чĕнет. ФТТ. Тĕлĕкре çĕнĕ пӳрт лартсан, пӳрт лартаканĕн хăшĕ те пулсан вилет. N. Пӳрте камсем тапак тĕтĕмĕ тултарнă. N. Хора пӳртри пак, чĕлĕм тĕтĕмĕ кăн-кăвак тăрать (надымили табачищем). Сред. Юм. Пӳрте шыв толтарни (фокус). Фокăс кораканни: пӳрте шыв толтараймастăр, тесе таллашсан, она тола кăлараççĕ те, алăк хăлăпне вăтпа питĕ пĕçерекен тăваççĕ те: но, кĕрсе пăх ĕнтĕ шыв толнине, теççĕ; лешĕ кĕнĕ чох алăк хăлăпне тытать те, аллине хăпалантарса ярать, çав вара фокăс полать. Хурамал. Тĕлĕкре пӳрт лартсан, çын вилет, теççĕ. Эпир çур. çĕршыв. 11. Вĕсем пӳртĕн йĕри-таврах. N. Унăн пӳртĕ (не «чĕ») çинчен витнĕ улăмне сĕтĕрсе антарнă. У него стащили с избы (с крыши избы) солому. Шăна чир. сарать 7. Чир саракан микробсем чирлĕ çын выртнă пӳлĕмре те пулаççĕ: урайĕнче, пӳрт пĕренисем çинче, шăтăк-çурăксенче, сĕтел-пукан таврашĕнче. || Входит в состав назв. селений. Золотн. 264. Виçĕ-Пӳрт-Шашкар, Çичĕ-Пӳрт. N. Виçпӳрт-Шăмарш, Ĕмпӳрт-Туçа и т. д.

пӳртлескер

нечто похожее на избу. Юрк. Кĕркуннене пĕр мунча пек пӳртлескер илсе, ампар айне кӳртсе лартат. Ивановка. Кĕркуннеччен аран пĕр пӳртлескер туса кĕтĕмĕр.

пӳртен

(пӳрдэн'), назв. духов, посылающих болезни; назв. самой болезни, поветрие. См. пӳртем. Ст. Яха-к. Икерч-кукăл, çăмарта пуха(ка?)ннисем сĕрен халăхĕнчен кая тăрса юлаççĕ, икерч-кукăл, çăмарта илмешкĕн. Вĕсене кил хуçи, сĕрен халăхĕ тухса кайсассăн, тин парат: пĕр икерч, пĕр кукăл, тата виçĕ çăмарта. Вĕсем: çак апатсемпе пĕрле пӳртри пӳртен ятлă усалсем тухса каят, теççĕ. Чăвашсен пӳртен тиекен чир пур, çав чир пĕр çын пӳртĕнчен тепĕр çын пӳртне куçать. Çав пӳртен тиекен чирпеле ăçта куç пăсăлат, ăçта çан-çурăм ыратат, теççĕ). Чăваш арăмĕсем вун-вуник килпеле çулла çимĕк иртсессĕн, юриях пӳртен валли сăра туса чӳклеççĕ. Пӳртену молятся при «сĕрен пăрахни», при чем упоминается: пӳртен амăшĕ, (пӳртен пулкисем, пӳртен тăванĕсем. Эсир пире пӳртен пулкисем час-часах килсе апрататтăр хăвăр час выçнипелен. Çак икерч кукăлне, çăмартасемпе хăвăр килĕрсенче куннĕн лăпкăн) лăпланса пурăнăрах килес çулччен. Пӳртенĕн пӳртен амăшĕ! Çак ял-йышă чипер лайăх çураçтарса лăпкă усра, çырлах пире. Эсĕ пӳртентен те аслă, вĕсем эсĕ ирĕк панипе пирĕн пата килеççĕ, эсĕ вĕсене чарса тăр.

пӳрчĕм

(-џ̌э̆м), невыясн. сл. N. Ик кĕлет çăри пĕр пӳрчĕм.

пӳсĕр

(пӳзэ̆р), грыжа. Орау. Хырăмне кăвапаран çӳлерех пĕр мăйăр пек мăккăль сиксе тухнă: те пӳсĕр çиять, те ахаль. СПВВ. ПВ. Пӳсĕр — грыжа; а также трава, которой лечат грыжу. Имен. Пӳсĕр ернине ăçтан пĕлмелли: (арçын ача) мекĕрленсе, питĕрленсе йĕрет, кăвапи тухат, çӳхе-çĕрĕ пысăкланат; (хĕр ача) кăвапи тухат, питĕрленсе йĕрет, хĕрелсе кайса, ăшĕпе хытă сывласа йĕрет. Шурăм-п. Пӳсĕр аптратсан, пиçиххи туртса çыхăр. Хорачка. Пӳсĕр çын çомне çыпăçат та, икĕ çăмарти анса каят, она пӳсĕр чĕлхи вĕреччĕ те, йосанат. Б. Олг. Хăнча ылтăм çăмартая пӳсĕр çиет, çан (= çавăн) чуне тин çитĕр çак çынна; кĕмĕл çăмартая хăнча пӳсĕр çиет, çан чуне тин пӳсĕр çитĕр çак çынна; хăнча пăхăр çăмартая пӳсĕр çиет, çан чуне тин çак çынна пӳсĕр çитĕр. (Наговор). Хурамал. Манăн та пӳсĕр аннă-çке. Пшкрт. Пӳсĕр çиет (грыжа). СПВВ. ИА. Чĕрĕ япала çисен, çынна пӳсĕр ерет, теççĕ. Ăна кантăр вăрри е вупкăн тымар çисе пĕтерес пулать. М. Шемерт. Çитмĕл те çичĕ тĕслĕ хурт-купшанкă хăçан пĕр çĕре пуçтăрăнса, суптаркаса (так!) пухăнĕç, çавăн чухне пӳсĕр çисе тухтăр. Рук. календ. Прокоп. Ачасем тата пӳсĕр çинипе асапланаççĕ. КС. Пусĕр, глисты. Ib. Пӳсĕр çинă, пупочная грыжа; вар анни, грыжа нижней части живота.

пӳсĕр карчăки

знахарка, которая лечит от грыжи. Абыз. Пĕр вăрмана кĕчĕç, тит те, пӳсĕр карчăкин пӳрт ларать, тит. Это слово (пӳсĕр карчăки) повторяется несколько раз; оно написано: пӳсĕр (со знаком смягчения у буквы р).

пăяв

(пы̆jав), короткая толстая веревка. Менча Ч. Пурне те пĕрмай майлаштарсассăн, кĕл тăваканни такине пĕр-пĕр пăявпа е пушăтпа мăйĕнчен кăкарса сĕтел умне илсе пырать. Батыр. Вара мăнтăрри пăявран тытать те, хăй тавра виçĕ хут çавăрать. К.-Кушки. Çунан турта пăявĕсем çĕрнĕ. У саней завертки сгнили. || Назв. болезни горла. Орау. Пăяв, болезнь горла. Ib. Пăяв пулсан, анне мана ирхине тула тухсан: кĕлете çăтатăп, хурамана çăтатăп, лашана çăтатăп, тесе, кашни каламассерен сурчăка çăтма хушатчĕ (не свинка, дерет в горле и отдается в ушах).

пăв

(пы̆в), давить, душить. См. пу. Нюш-к. СТИК. Аслă акăшĕ хăй туттăрне салтса илчĕ, тет те, шăллĕне пăвса вĕлерчĕ, тет. Чем люди живы. Такам кăна пăвнă пек: питне-куçне пĕркелесе ларать (делает ужимки). || Зарезать К.-Кушки. Хурсене кĕçĕр кашкăр пăвнă. Сегодня в ночь волк зарезал гусей. N. Çав кашкăр хамăртан пилĕк çухрăмри тутар ялĕнче темиçе пăру пăва-пăва юнĕсене ĕçнĕ. || Входит в выражение: куç пăв, куç пу. СПВВ. Куç пăвать. || Охватить (об огне). N. Пĕр 2—3 минут та иртмерĕ — çумрисен аслăкне вут пăвса та илчĕ.

пăван

(пы̆ван), слепень. Альш. Пăван, жук-навозник (!). Ib. Суккăр-пăван, слепень, овод. N. Пăван — общее название жуков и некоторых др. насекомых: сар пăван, суккăр пăван, шăршлă пăван, пĕчĕкçĕ пăван, çинче пăван. Орау. Паван вăл виçĕ тĕслĕ: шултăри пур, сар пăван, тата вĕтти, шурри. Саррисемпе вĕттисем выльăха пит сĕмсĕр çыпçăнаççĕ. Ib. Выçă пăван пек пырса кĕчĕ (или: килсе кĕчĕ, ворвался как голодный слепень). Ib. Чăвашла пĕлмест вăл, сăмаха пак персе ярать, суккăр пăван пырса перĕннĕ пек, пашалу тута. Собр. Симĕс пăван тухсан çиçĕмлĕ çăмăр пулат, теççĕ. ТММ. Иван — пăван, йытапа пĕр тăван. Сред. Юм. Пăван ларсан, лаша хӳрипе çапать. Если на лошадь сядет слепень, лошадь машет хвостом.

пăканни

(пы̆ган'н'и), кукла. Ителмес. N. Пĕр пăканни çĕр хут кĕпе тăхăнать. (Купăста).

пăластăк

(= пĕр ластăк), небольшой промежуток времени, немного, недолго. N. Тепĕр пăластăк ларсассăн, çĕр çинчен калаçа пуçларĕç.

пăлашка

плошка (глиняная, круглая). Пухтел. БАБ. Пĕр пăлашка темиçе тĕслĕ çимĕç ларать. СТИК. Пăлашка — тăрăхла, тăмран тунă савăт. Унпа шăрттана кăмакана лартаççĕ, çĕр-улми тураса пĕçереççĕ. СПВВ. МС. Пăлашка = чаплашка.

пăлт-палт

подр. движениям предмета, который валится во все стороны. Орау. Ку суха-пуç пĕртте лайăх пымаçт: пăлт-палт пĕр енне, тата тепĕр енне анчах сулăнса пырать (не пашет прямо, ее не удержишь, идет неравномерно). Суха-пуç пăлтти-палтти пырать. Е. Орлова. Ача пăлт-палт йăванса карĕ. См. пăлтăр-палтăр, пăлтти — палтти. || Подр. прыжкам лягушек. Çутт. 155. Пахчара е лачакара çер шаписем пăлт-палт! сиксе çӳреççĕ.

пăлтлат

мигать (о лампе). КС. Краççин çутрăм та, пĕр-ик хут пăлтлатрĕ те, сӳнсе ларчĕ (раза два вспыхнула лампа и погасла).

пăлтă-полтă

(пы̆лды̆-п¬олды̆), подр. неровному движению валящегося или катящегося предмета. N. Пăшал сассине илтсе вăлсам шăтăка пăлтă-полтă кĕрсе каяччĕ. Савельев. Пирĕн Петĕр пăлтă-полтă йăвантарса ячĕ пысăк каскана. Б. Олг. Вон, тет, пĕр çын, те ĕссĕр, темĕскер, пăлтă-полтă тирĕнсе карĕ. Вон, говорит, какой-то человек, — не знаю, пьяный, что ли — так и повалился («ткнулся»).

пăлтăр

(пы̆лды̆р, из пăл + тăрри), дуплянка, которая ставится на конце деревянной трубы (пăл в курных избах выше крыши). См. пăл. Альмени. Пăл çине лартнă хăвăла (уйран çӳпçи пекскер) пирĕн пăлтăр теççĕ. || Покрышка у кровельного железа на кирпичной или железной трубе в современной избе. Мочары. Пăлтăрлă труба, кирпичная труба с покрышкой из кровельного железа. || Колпачек горелки лампы. Мочары. Асламас. Лампă пăлтăрĕ, колпачек горелки лампы, на который ставится стекло. || Верхняя крышка кадила, поднимающаяся на цепочках. Мочары. Кадилăн пăлтăрĕ пор. || Медная крышка курительной трубки. Мочары. Чĕлĕмĕн пăлтăрне пăхăртан тăваççĕ. || Примитивный навес на двух столбиках около двери избы (примитивные сени) там, где находится пăл, дымоход. Чура-к. СПВВ. ГЕ. Пăлтăр — ăна пӳрт умне тăваççĕ: пӳрт умне икĕ айккине пӳлсе, çине витеççĕ. N. Хӳш пек пăлтăрна курăп. || Передбанник. Изамб. Т. || Сени избы. Трхбл. Альш. Пайтахăшин икĕ пӳрт, хутлăхра ăшă пăлтăр вара. СПВВ. КМ. Пăлтăр — çелних. Баран. 127. Темиçе çĕртен шăтара-шăтара пăлтăр пеккисем туса пĕтерет (речь идет о норе крота). Ib. Вăл ун чух ывăлĕпе пăлтăр пусми çинче тăнă. Ib. Хăй çавăнтах пăлтăрне чупса кĕнĕ те, пĕр алăкне чарак лартса хунă. N. Пăлтăр алăкĕ уçăлчĕ: те çын кĕчĕ, те йытă кĕчĕ. Тайба Б. † Çĕнĕ-ах та пӳртĕн пăлтăрĕнче сăмаварсем вĕрет те, хай, кăмрăксăр. Ст. Шаймурз. † Çĕнĕ çурт (вар. пӳртĕн) пăлтăрĕнче сăмавар вĕрет кăмрăксăр. || Чулан в сенях. Урнары. || Клеть, пристроенная к сеням со входом через сени. Чуратч. Ц. Куккăшсем панчен тавăрăнсан, ача пăлтăрне уçса пăхрĕ те, пĕр пăлтăр укçа, тет. N. † Мамăк тӳшек сармашкăн пĕчĕк пăлтăр кирлĕччĕ; пĕчĕк пăлтăр лартмашкăн пĕчĕк çĕршыв кирлĕччĕ. || Верхний этаж двухэтажного амбара со входом через сени. Бичурино. Иные различают: çӳлти пăлтăр, аййи пăлтăр. У др. — айпăлтăр, айри пăлтăр. Последний также назыв. çӳл кĕлет (Трхбл). || Лачуга, летняя кухня (лаç). Тенеево, Янтик. р. || Трехстенный пристрой к лачуге. Бичурино. || Кутник. Малды — Кукшум. || Верхний настил овина у русских крестьян. Мочары. Вырăссен авăнĕсенче пăлтăр полать. || Светелка избы. Мочары. Вырăс ялĕсенче пăлтăрлă пӳртсем пор. [Здесь пăлтăр понимают как помещение, расположенное около пăл, дымохода, пăл тăрри (в знач. крышки). || Тесины с резьбой, которые прибиваются к краю крыши со стороны фасада (козырь избы) или к карнизу. Мочары. Кудаши. Пăлтăр тыт, пăлтăр çап, прибивать эти тесины с резьбой. [Возможно, что здесь сл. пăлтăр употреблено в значении крыши, Косвенное подтверждение этого видно из того, что слово крыша в некоторых местах обозначается термином мăйра тăрри (Ачакас), мăрье тăрри (Бузулук. р.). След. палтăр, пăл тăрри = мăрье тăрри, крыша. Срв. загадки о луне. Альмени. Пăлтăрта çур çăккăр выртать. (Луна). Трхбл. Пӳрт тăрринче çур çăкăр выртать]. || Перила. Хорачка. Перила у крыльца. Ib. Эс посмаран аннă чоня пăлтăра тытса ан.

пăлчав

(пы̆л'џ̌ав), окончательный уговор о сроке, о дне, свадьбы. [Радлов. Словарь: болџау, болџал — срок]. См. кăмăлча. Начерт. 137. Изамб. Т. Пăлчав илме кайсан туя миçе урапа пырасси çинчен, миçе юналăк килесси çинчен, мĕнле кун туй пуçланасси çинчен калаçаççĕ. Ib. Туйччен пĕр эрне малтан хăтăш, тăхлачĕш, тата пĕр ямшăк ачи хĕрĕн ашшĕ-амăшĕ патне пăлчав илме каяççĕ. Б. Яныши. Пăлчава карĕç. Поехали уговариваться относительно времени свадьбы к родителям невесты. Туй. Туй пулас умĕн каччă ашшĕ тепĕр хут кайса килет, пĕр-пĕр çывăх çынна илсе каять. Ăна «пăлчав» илме кайни теççĕ. N. Пăлчав илме килни: туй тăвас умĕн пĕр виç-тăват кун малтан çĕнĕ кĕрĕвĕн ашшĕпе-амăшĕ, тата пĕр 12—13 çулти арçын ача çураçнă хĕрĕн ашшĕсем патне пыраççĕ. Унта вăсем кучченеçсем исе пыраççĕ: эрек (мĕн чухлĕ килет илме: витре, е çур витре), пыл, хăпартусем. Вĕсене çураçнă хĕр парне парса ярат: хуняшшĕ пулассине пир, хунямăш пулассине сурпан, ачине манка туттарĕ. Çав парнесене илме килнине пăлчав илме килнĕ теççĕ.

пăлчал

(пы̆лџ̌ал), то же, что пăлчав. СПВВ., Трхбл. Н. Седяк. Хăта пăлчал илсе таврăнать килне. Ib. «Каччă ашшĕ патне килет канаша (на совет). Çак канаша пăлчал теççĕ. Пăлчал = срок». Н. Карм. Пăлчалта пĕр витре эрех исе килет, пĕр пичке сăра, тавар кӳрет, йилен, хăмаç çип кӳрет, хăмаç виç аршăн. Стюх. Пăлчал — нечто в роде свадебного обычая, обряда: отец жениха за неделю до свадьбы отправляется в дом невесты для уговора о времени свадьбы.

пăлчала

(пы̆л'џ̌ала), то же, что пăлчал. Карсун. Пăлчалапа каяс. Юрк. Ирхĕне вара, туй пуçланнă кунĕ, каччийĕн ашшĕ пĕр ачипе кучченеçе пĕр хăпарту та пилĕк-ултă йăвача илсе, «пăлчала илме» тесе, хăйсенĕн ывăлне валли çураçнă хĕр ашшĕ (çĕнĕ хăтăш) патне каят. Унта вĕсемпе хăçан туй пулмаллине, кам-кам, миçенĕн туя пымаллине ыйтса пĕлсен, çав илсе панă кучченеçĕсене вара вĕсене валеçсе пама хушат.

пăлхаву

(пы̆лhаву), бунт, мятеж, волнение. Пандик. Хăш-пĕр вырăнта пăлхавусем пулса иртеççĕ. В иных местах происходят волнения (крестьян, в царств. Екат. II).

пăлхавăшни

то же, что пăлхавишне. Н. Седяк. Ытлари куна пăлхавăшни кунĕ теççĕ, çак кун пĕр çĕнĕ ĕç те пуçламаççĕ.

Пăлхарлăх

(пы̆лhарлы̆х), назв. оврага. НИП. Пăлхарлăх Сĕнчел тĕлĕнче (против с. Сунчелеева), вăрманта, вунă-вуникĕ çухрăм, вар. Пăлхарлăхран пит сĕре инçе мар — Тарлав-вар, пысăк; унта вăрман. Тарлавра шурă лашапала, ылттăн йĕнерпеле кашни каç пĕр çын туха-туха çӳрет, тетчĕç. (Предание).

пăнк

(пы̆ҥк), подр, звуку падающей капли в жидкость. N. Ăсли пăнк, пăнк, пăнк! туса юхса ларать (по капле). || Подр. бульканью при выливании жидкости из бутылки. N. Шыв путылккаран юхтарнă чухне пăнк, пăнк, пăнк! туса юхать. || Подр. звуку, получающемуся при падении камешка в воду. Орау. Çӳлелле утнă чул катăкĕ шыва ӳкнĕ чухне пăнк! туса ӳкет. || Подр. звуку, получающемуся при вылетании пробки из бутылки или вытаскивании гвоздя (затычки) боченка. N. Кĕленчерен, пропкă пăнк! туса тохрĕ (пробка из бутылки). || Подр. набитости, вздутости живота. Альш. Хырăмне пăнк тултарнă (ребенок, овца; но: хырăма панк тултартăм, — взрослый, или: хырăма паранкă панк тултартăм). || Подр. моментальной смерти (напр., воробья) от удара палкой. Сред. Юм. Пăнк! полнă = вилнĕ. Ib. Паçăр пĕр çĕрçие пĕчик патакпа çиç çапрăм, туххăм пăнк! пôлса выртрĕ ô.

пăнклат

булькать. КС. Путылккăран пăнклатса юхать (вода). || КС. Пĕчĕк чăмăр чула шыва пăрахсан, пăнклатса анса каять. || Сред. Юм. Кăшин полчĕ ô, пĕрин пăнклатса тохса кайрĕ. (Звук при выпускании из живота газа). || Моментально умереть. Сред. Юм. Пĕр хор-чĕппине туяпа пăртак çиç лектертĕм, çантах пăнклатрĕ-выртрĕ (померла).

пăнкăлт

(пы̆ҥгы̆лт), подр. сложному звуку при вытекании жидкости из бутылки. Орау. Эреки кĕленчинчен пăнкăлт, пăнкăлт! туса юхса тухать. || Подр. виду живота, выпятившегося «арбузиком». Орау. Тутар арăмин хырăмĕ пăнкăлт! сиксе тухнă та (живот выскочил «арбузиком»), хырăмне кăнтарса çӳрет (она ходит с выпяченным животом). || Подр. падению небольшого предмета в воду. Орау. Пекке пăнкăлт шыва ятăм-ха: астуман та кăсья çĕтĕкне: каçма урлă каçнă чухне пĕр хăва турачĕ касса илтĕм те, пеккине кăсьяна ятăм. Вăл тӳрех шыва пăнкăлт! турĕ. Ib. Пĕве хĕрнче ал çума пĕшкĕрнтĕм те, пекĕ хиврен тухса шыва пăнкăлт! турĕ.

пăнкăлтаттар

выливать жидкость из бутылки с бульканьем. Орау. Пĕр четвĕрт эрекине кĕрсенех луткана сăра çине пăнкăлтаттарчĕ.

пăнчăх

(пы̆нζы̆х), задыхаться. Туперккульос 31. Пĕтĕмпех пăчах пӳртре пăнчăхнăран килет. Сред. Юм. Паян тула та тухман вит ôлă, ларать тулккĕ пӳртре пăнчăхса. СПВВ. ИФ. Пăнчăхас — пӳртрен пĕр тухмасăр ларни пулат. Акă: вăл пăнчăхса ларат, теççĕ. N. Хура пӳртсенче пăнчăхса пурăнни... каласа та пĕтерес çук. N. Тĕтĕмре пăнчăхса вилнĕ. Трахома. Лешсем хăйсем те час-часах куçсăр пăнчăхса лараççĕ. Н. Карм. Шĕшки çиленсе çитрĕ, тет те, каларĕ, тет: акă эпĕ санăн юманна хупласа илем те, вăл вара виç кун та пурнаймĕ, пăнчăхĕ. Хурамал. Ачасем пит амăшне аптратсассăн: пăнчăхманскер, теççĕ. || То же, что пăнтăх, заплесневеть. N. Пăнчăхса усалланса кайнă сывлăш. Сёт-к. Пăнчăхнă пичке, бочка, покрывшаяся внутри плесенью.

пăр

то же, что пĕр, один (при твердозвучных словах). Панклеи. Пăр карчăкпа старикăн икĕ хĕр полнă. (Сказка). Ib. Пăр (пĕр) моклашкаран авăтса такана турĕ (выдолбил).

пăр

подр. быстрому рассеиванию, разбрасыванию, разлетанию на части. Шел. П. 13. Çĕре пăр! салатса ярас пек кĕрĕслетсе тăчĕ туп сасси. Толст. Тимĕр шапи чул çине персе анчĕ, тет те, пăр! саланса кайрĕ, тет. N. Ӳт вĕшĕлтетекен хуртсемпе пулĕ, пăр саланса каякан тăпра пулĕ. || Подр. быстрому повороту и вращению. Бугульм. Пĕчикçĕ лаша, тур лаша, пăрах çавăрăнса тăринччĕ. Сред. Юм. Пĕр пĕчик çйç ачана ик аллинчен тытрĕ те, пăр-пăр-пăр çаврать, тепле холли тăпăлса тохмас ачин. || Подр. порханью. См. вăр. Шорк. Пĕр пĕчĕк кайăк пăр-пăр, пăр-пăр вĕçсе иртсе карĕ. Календ. 1911. Вĕçнĕ чух вĕсем пит илемлĕ, пăр-пăр çавăрăнкаласа чуна савăнтарса, сывлăш çинче ишсе çӳренĕ пек çӳреççĕ. АПП. Кăвак кăвакарчăн пăр вĕçрĕ (быстро). || Также о насекомых. Сёт-к. Уяр, уяр! Çомăр полать, полсан пăррр! вĕçсе кай. (Говорят божьей коровке, взяв ее на палец). || Подр. дружному горению. || Подр. проборке, строгому выговору словами (когда выговаривающий слишком горячится). Альш. Лешĕ чăнах та тимес вара (не трогает): Элшелинне пичĕке ураписене те тĕртсе пăхмас; ытти ялсенче вара пăр тустарат (строго пробирает). Ст. Чек. Пăр тусса çӳрет. Он горячится.

пăр

(пы̆р, пŏр), лед. Альш. Сĕве пăрĕ кайнă вăхăтра-мĕнте. Во время ледохода на Свияге и т. п. Ib. Хĕрарăмсем шыв хĕррине пыраççĕ те: манăн чирĕм-чĕрĕм çак пăрпа ларса кайтăр! тесе, каякан пăр çине пĕр-пĕр пăх муклашки ывăта-ывăта лартса яраççĕ (весною). Ib. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке (Волга замерзает). N. Пăр ун чух пит хытах шăнманччĕ. N. Атăл пăрĕ вăйлă каять. На Волге сильный ледоход. Торп-к. Атăл пăрĕ час тапрансан, тырă ĕнсе (= ăнса) пулать, теççĕ. Пухтел. Сĕвери пăр кайса пĕтрĕ. Ib. Пăрсем пĕр çĕре купаланса ларнă (затор). N. Хĕлле пĕвесенче пăр пит хулăн шăнса ларать. Изамб. Т. Пăр кайсан, кайран, пĕр уйăхран, пĕве пĕвеççĕ. Ib. Пăр кайнă чухне, чир кайтăр тесе, кăçкăрса ватти-хĕттипе (= вĕттипе) навус (= тислĕк) пăр çинелле ытаççĕ. N. Шывсем йăлтах тулса çитсен, çырмасенче пăрсам кайма пуçлаççĕ. Ib. Пăрсам кайнă чухне пур ватти-вĕттипех çырма хĕрне курма тухаççĕ, пурте пăр кайнине савăнса пăхса тăраççĕ. N. Атăл пăрĕ лайăх кари? Собр. † Шыв йăтайми пăр шăнат. N. † Аслă çулăн тусанне шăпăрпа шăлса ямалла, аслă ялăн хĕрсене пăрпа лартса ямалла. Тет. Шыв шавлат, пăр каят-тăр. N. Çырминче пăр тасалман полĕ-ĕçке. Б. Янгильд. Пăрĕ ял тĕлĕнче анчах шăннă. N. Шĕнер пăр (пŏр) Апаш тĕлĕнче кайнă ĕнтĕ. Около Абаш лед на речке Шинери уже прошел. Янтик. Капан кӳлĕ çинче пăр шăннă, ачасем пăр çинче чупса çӳреме пуçланă. Ib. Эл çинче пăр шăннă. Орау. Çавăнпа пăр çине шыв тухнă. Ib. Атăлта пăр кайса пĕте пуçланă, пăр катăксем унта-кунта анчах юхса иртеççĕ. Ib. Пăр кăларнă вырăна çĕнĕрен пăр шăннă. Ib. Пăр капланса шыв хĕрĕнчи картасене, мулчасене юхтарса кайнă (напором льда унесло изгороди и бани). Ib. Çавал пăрĕ хăпарнă (поднялся), пăр час каять пуль. N. Тăррисем çӳлте вĕçмен пекех тăрлаттарса тăраççĕ: пăр тапраннă, пăр тапраннă, теççĕ. N. Атăлра пăр пур-и? (Из письма). N. Ĕнисем шыв ĕçнĕ чух, пăрушĕсем пăр çуласан та юрать, тет. (Поговорка). Шел. 73. Пăр каять, пăрпа пĕрле чир каять. Чуратч. Ц. Унта канав айĕнче шыв тумласа вăрăм, çӳлтен пуçласа аяла çитичченех, пăр юпасем усăна-усăна тăнă. Орау. Яка пăр çине лартса хăварчĕ (надул, обманул). || Град. Альш. † Пăри пек, пăри пек пăрсем çăвать: епле пӳхмес-ши пăланăн тихисем? Изамб. Т. Пăр çуса иртсе кайсан. N. Тырра пăр çапнăран ултă ялпа чӳк тунă йĕрке. Якейк. Пирн уя пăр çĕмĕрсе карĕ; ним те йолмарĕ. Паян виç уйра пăр çĕмĕрнĕ, тет. Сёт-к. Пăрпа çĕмĕрчĕ, градом побило. N. Ыраша пăр çапса кайса, тури картая, ой вăта — çĕрĕнчен пĕр çĕр алă чалăш полĕ. Янш.-Норв. Пирĕн ялсем, е çăмăр пулмасан, е тырă-пулсем лайăх ешерсе юлмасан, тата тырă-пулла пăр ан çаптăр тесе, тăм таврашĕ те ан ӳктĕр тесе, кашни çулах çăмăр чӳкĕ тăваççĕ. Аттик. Акнă тырра-пулла пăр кăларса ан çаптар. (Моленье). || Сосулька. Альш. Ампар çумĕнчи пăр вăрăм шăнсан, йĕтĕн вăрăм пулат, тет. Сятра: с'орк¬он'а пӧрт видэлэ̆ђэ̆нџэн вŏрŏм п¬ŏр озы̆нзан вы̆л с'¬ол тыры̆ п¬олат, тэт. Чув. пр. о пог. Тумла аннă пăрĕ шăнсан, çулла хăяр аван пулать. Если внизу намерзают сосульки (лед), летом будут огурцы. Орау. Хуралтă çунаттисенчен юхса шăнса ларнă пăрсем хĕвĕл пулсассăн, тырăсем выçă пулаççĕ, тиççĕ. IЬ. Сарай çунаттинчен (края крыши) юхса шăнса ларнă пăрсене çапса ӳкертĕм. || Гололедица. N. Çап-çутă пăр, на дворе гололедица. В др. гов. Пăр шăвать, на дворе гололедица. || Проныра. Ст. Чек.

пăр

(пы̆р, пŏр), повертывать, поворачивать. Шел. П. 66. Куçне урăх енелле пăрса тăрать. Чертаг. Пăрмалли патаксам (у сохи, вставлены в подвои, патвай, их 2). Синьял. Пĕр карта сурăх, пурте пуçне пăрса выртаççĕ. (Кăмакари кукăлсем). Чем люди живы. Амăшĕ вырăнĕ çинче пĕр хĕр çине йăванса карĕ те, хăрах урине пăрса ячĕ (свернула). Орау. Яратав Йăхăначĕ ĕлĕк пăрусене, тыр çине-мĕне тухсан, яланах хӳрисене пăра-пăра яратчĕ, тет (чтобы отвадить). || Выжимать. Сёт-к. † Порçăн тоттăр — варличчĕ, халĕ эпĕ карăм та, пăрнă тоттăр полса йолчĕ. Байгул. Пăрнă тутăр, выстиранный и выжатый платок. Скотолеч. 12. Таса пире (холст) сивĕ шывпа йĕпетсе пăраççĕ. N. † Шур Атăл шывĕпе пăрса илĕпĕр (выжмем). Кратк. расск. 17. Эпĕ çав пиçнĕ çырласем шывне Фараон курки çине пăрса илтĕм. N. Вăйăран кĕрсен, кĕпесене пăрса тăкатпăр — çара шыв пулать? N. Кĕпесене хăвăрт-хăвăрт чӳкесе пăрма тытăнчĕ. Кулине юлашкинчен Марук кĕпине пăрса типĕтрĕ. || Драть (за ухо). Шорк. Асту, холхуна тытса пăрăп. Смотри, я надеру тебе уши. IЬ. Кил-ха конта, эпĕ сана холхунтан пăрса ярам. Иди-ка сюда, я надеру тебе уши. N. Хăваласан-хăваласан, ватнă ачине тытрĕ те, холхинчен питĕ хытă пăрчĕ те, ачи çохăрса ячĕ. || Разводить (пилу). N. Пăчăк шăлне пăр. || Ввертывать. Изамб. Т. Малти шăлсенчен икĕ енне пĕрер турта пăраççĕ. N. Ламппа пăрса кӳртсе лартнă. || Свивать на станке. N. Пăрнă пушă, кнут свитый на станке из кудели. || Отклонять, отворачивать, устранять, обходить. Сёт-к. Вăл хошнисене хамран пăримастăп. Я не могу отклонять от себя его приказаний. N. Вĕсем шанчăксăр çынсем, вĕсене куç умĕнчен пăрма çук (за ними нужен глаз да глаз). N. Пуянсене анчах кӳртсе пĕтерчĕç (приняли в часть при аренде леса), чухăнсене пурне те пăрса хăварчĕç. Кан. Тырăпа услам тăвать, ăна та суйлавран пăрман. || Искажать смысл. N. Çын калаçнă чух пĕр сăмах çинчен тепĕр сăмах çине пăрса кайман-и? || Уклониться от темы. N. Сăмахне урăх çĕрелле пăрса яма тăрăшаççĕ.

пăрăн

(пы̆ры̆н, пŏрŏн), повертываться, поворачивать, заворачивать. Сёт-к. Карчăкпа старик порăннă, порăннă, онтан пуçĕ пăрăннă, сăмси чалăшнă. (Начало сказки). N. Кукăртан пăрăнсанах, аякра вут çути курăнса кайрĕ. Баран. 96. Хирĕç пулас пулсан, ниепле те кунта икĕ урапа пăрăнса иртес çук. Альш. Çав Этремене, Сĕве пăрăнса кĕнĕ тĕлелле тухат вăл пирĕн Сурăх-каççи. || Изменить (о счастье). Сёт-к. Онăн телейĕ пăрăнчĕ онтан. || Свернуть с пути. N. Яла каймĕ, ăçталла та пулсан, пăрăнса кĕрĕ, терĕ. || Объезжать. N. Ку япаларан пăрăнса каяс пулĕ (объехать на дороге). || Корчиться, извиваться. Чураль-к. Потаçăм, потаçăм, пăрна-пăрна ан макăр, пăрăнса вилĕн, потаçăм. См. потаçăм. Неверк. Ĕмĕр пурăнас тесе, пĕр хĕр илтĕм, турă та çырмарĕ пурăнмашкăн, пăрăнса йĕрсе юлчĕ укалча тулне. ЧП. Вăрăм чăршă тăрринче пăрна-пăрна кук авăтать. Тораево. † Унтри пичи лаççинче пăрна-пăрна куку автать, эпир çавнашкал автас çук. || Дать дорогу. Ск. и пред. 45. Пăрăнăр çынсем! Мăншу хĕпĕртет хăйĕн çĕршывне сутнă укçипе! N. Çул çинче вăл пичĕшсене хуса çитнĕ те: пăрнăр! тесе кăçкăрнă. СТИК. Эй, пăрăн! Берегись! (при тихой езде или если кто что-нибудь несет; в др. гов. и «пăрăн»). Тим. † Улăх ути çулнă чух пăрăнчĕç партас утисем [срв. партас кĕпçи]; пирĕн ял хĕрĕ кайнă чух пăрăнчĕç Кивĕ-ял хĕрĕсем. || Уклоняться, отворачиваться. N. Йывăр ĕçрен ан пăрăн. N. Пытана пуçларĕ, пăрăнса çӳре пуçларĕ. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлать пăрăнса (в стороне). Юрк. † Аслă вăрман витĕр тухнă чух пăрăнса юлчĕ пушă аври; аслă ял витĕр тухнă чух пăрăнса юлчĕ чун савни. Кр. Чет. Тайба-Т. † Улăх утине çулнă чух хир утисем пăрăнĕç. || Отлынивать (от работы). Юрк. Лешсем хăш чухне хăне те ĕçлеме чĕнсен, вăл хăй ялан сăлттав мĕн тупам пек пулса, пăрăнса юлма тăрăшнă. || Изгибаться, извиваться. Янш.-Норв. † Эпир пырас çул çинче пăрăнса шăтнă пĕр хурăн. N. † Пăрăнса ӳснĕ пĕр тулă (выросла изгибаясь). Альш. † Эпир пырас çул çинче пăрăнса ӳкнĕ пĕр пăри. Юрк. † Эпир пырас çул çине пăрăннă-шăтнă пĕр тулă. N. Пирĕн хирĕн варринче пăрăнса ӳкнĕ пĕр миша (межа проведена не прямо). || Разъехаться. Иревли. Курасшăн пит çуннăччĕ; сире курса пулмарĕ, тахшĕ тĕлтре пĕр-пĕринчен пăрăнса кайнă. || Размахиваться. С. Айб. † Пăрăнса та утă эп çулмарăм, татса та пĕрлĕхĕн те, ай, хыпмарăм. || Поскользнуться. N. Манăн урамсем кăштах пăрăнса каймарĕç.

пăрăнăç

поворот, извилина. С. Алг. Пурнăçăн пăрăнăç нумай, вăл тикĕс пымасть. Ст. Шаймурз. Пурăнан пурăнăç пăрăнăçсăр пулмаст. Трхбл. Пурăнăçăн хӳри пăрăнăç. Шел. 86. Эх, пурăнăç, пурăнăç, темикçене пăрăнăç, хăшне тилĕ тăлăпĕ, хăшне алăк хăлăпĕ. || Повод к отлыниванию. Ачач 28. Арăмĕ чирлĕ пек выртнине курсассăн та, хăвăртрах пĕр-пĕр сăлтав, пăрăнăç тупса, пӳртрен тухса тарма пăхать. || В знач. прилагательного. Пшкрт. Пăрăнăç йӳç; тӧр ванмаст, кантра кап (ђап) янат (= явăнать). Чем люди живы. Пăрăнăç ураллă, колченогий.

пăркала

(-га-), ворочать. N. Пуçĕсене пăркалат. Орау. Мăя та пăркалама çук, мăя пăрса янă пек пĕр енне пăхса çӳретĕп.

пăркалан

(-га-), повертываться, ворочаться. Вишн. 59. Чăвашсем праçниксенче ĕçкĕ-çикĕре хăшĕ пит нумай, пăркаланайми пуличчен, çисе тултараççĕ те, кайран вара варпа аптраççĕ. Трхбл. † Ан пăркалан кӳлнĕ те ут пекех, ăшăм çунать çунан та вут пекех. Юрк. Йывăр çын пек, аран пăркаланса çӳрет (ленивица). ЧП. Эпир пырас çул çине пăркаланса шăтнă пĕр тулă. || Жеманиться, ломаться. N. Хăш чухне вуттине леçме май та пулнă, — Еккĕм юриех пăркаланнă. СТИК. Пăркаланса утса пырат. (Говорят взрослым девушкам, шагаюшим кокетливо).

пăркăç

пăркăч, пăркăчă (-гы̆с'), лучек, закрутник; упругая палка, которою закручивают веревку. Ерк. Пăркăчăпа пăрсах тӳлерĕç хӳрине, тавăртăм хам çинчен элеклесе панине. СТИК. Суха пăркăччи, закрутники, которыми закручиваются подвои сохи. В. Олг. Пăркăчă (пŏргŏџŏ), палка для закручивания веревки. Шибач. Пăркăç (о дереве). Тюрл. Пăркăçпа хытараççĕ. Сред. Юм. Пăркăç — вăта-юпа çыхнă чôхне çĕмĕрте лектер е пăракан патак. || Подвои у сохи. Слеп. Пăркăчă — вĕрен (подвои у сохи). Вута-б. Пăркăч — подвои. IЬ. Пăркăç патакки — соха пăявне пăрса хытаракан патак. || Закрученная основа ниток. Изамб. Т. Кумса пĕтерсен çиппе чӳркеççĕ. Ăна пăркăç теççĕ. IЬ. Кумнă пире чӳркесен, ăна куç-куç чӳркесен, пăркăç теççĕ. Пăркăçăн пĕр пуçне чӳркемеççĕ. Çав пуçне малтан кĕрĕ витĕр илеççĕ. Собр. Пăркăç пĕрте каймасан та йăп тăрăш каят, теççĕ. || Шпиль (у ветряной мельницы). См. арман.

пăран

ягненок. Слово это в указан. значении отдельно теперь не употребительно, но встречается в скрещении: путек-пăран, путек-пуран, ягнята вообще. Теперешнее его значение больше: ягненок-выкидыш, ягненок в утробе. См. пуран, пăрам. Шорк. Сорăх таçта хĕсĕнсе хырăмне ыраттарнă пулмалла, пĕр-ик эрне малтан пăран пăрахрĕ.

пăранла

ягниться. Панклеи. Качака пӳрте кĕрет те, пĕр кĕтесе пăранлать (объягнилась). N. Сорăхсам пăранласа пĕтерчĕç. N. Çорăхсам порте пранларĕç. См. пуранла, пăрамла.

пăрасна

борозда. V. S. Тюрл. Пăрасна, борозда. ЧС. Çав акапа сухаланă пăрасна тимĕр карта вырăнне пулать те, ун урлă мур ниепле те каçаймасть. (Хĕр аки). Янтик. Кантăр акрăм — шăтмарĕ, пĕр пăрасни пулмарĕ. || Рассадник.

пăрах

(пы̆рах), бросить, оставить. Коракыш. Эпĕ епле хам упăшкана пăрахах сана качча пырăп. N. Пăрахса кай ман патăмран. Оставь меня. N. Аçу-аннӳ çуртĕнчен пăрахса кайса. Янш.-Норв. Унта пырсан вĕсенĕн пĕр ачи пĕр çăмартине хăй пуç урлă виçĕ хут çавăрать-те, çав çырмана пăрахать. (Сĕрен). Микушк. Ăçта каян, кума, каласа кай? — Шыва кĕмĕл çĕрĕ пăрахмашкăн. (Это, вероятно, старинный языческий свадебный обряд. На другой день свадьбы молодая в сопровождении сестры мужа идет на речку за водой и там бросает в воду кольцо или монету божеству воды «вутăш»). В. С. Разум. КЧП. Вăйĕ пĕте пуçласан, вăл пăрахса тарнă. Ачач 188. Тимуш хăрама пăрахнă. Орау. Пăраха пачĕ, бросил (неожиданно). Букв. 1904. Ахăр хĕрт-çурт пулĕ ку, тесе, Иван шартах сикет те, хайхине пăрахах тара пуçлать. Изамб. Т. Ку сурăхне пăрах та тар. || Свалить. Якейк. Алăк хошшинех пăра пăрахса хăварнă (свалили лед). || Навалить. Çутт. 153. Хыр тымарĕсене лакăма тултаратăп та, чĕртсе яратăп, çиелтен тăпра е çерем пăрахатăп. || Положить. N. Вутă пăрахам-ха. Положу-ка дров (в печку). N. Вута пăрахса çунтар. || Класть. Якейк. Эп чĕмелсене (= çĕмелсене) прахса турăм; чĕмелсене лап прахса турăм (чĕмел пуçланă чох тват кĕлтея хреслĕрен хреслĕ хораççĕ, онтан вара çавăрса каяççĕ). || Подкинуть. Бюртли. Санăн ăна укçа пăрахмалла, теччĕ. || Стлать (напр., для беленья). N. Шуратма пăрахнă пирсем. || Прикинуться. Кильд. Аптранă енне вара ӳсĕре пăрахăрĕ, тет. || Сажать. Хорачка. Кăмакая пашалу пăрах. В. Олг. Хăяр прах (садить). N. Чăн первей паранкă пăрахаççĕ. Ачач 37. Амăшĕ ывăлне кашни ирех, çунакан кăмакана паранкă пăрахса илсе тăварланă купăстапа тăрантарать. Кан. Кам çуркунне хăмла пăрахас, чĕртес, тет, унăн кĕркунне çĕре çемçетме тăрăшмалла. IЬ. Кăçалах çур теçеттин волынь хăмли семшевăй сурт пăрахнă. Пахча çим. 3. Нумайăшĕ (картофель) суха хыççăн пăрахса пыраççĕ. || Скидывать, снимать. Юрк. Вуникĕ сурăх усрăттăм, улăм пама каймăттăм, çирен тăлăп пăрахмăттăм. N. Пĕр уйăх ĕнтĕ ураран атă пăрахман. N. Пăрах, снимать (сапог) с другого. || Сбавить (цецу), сбросить. Б. Олг. Хакне пăрахсам пĕр ластăк, ытла хытă тытса тăратăн, сотас теместĕн-и? Пасара антарса тăк, киле каллях исе каятни? || Линять, ронять перья, шерсть и пр. N. Тĕк пăрах, пуç пăрах (урпа). || Делать выкидыш. Орау. Сурăх путек пăрахнă. Изамб. Т. Лаша тиха пăрахнă, ĕне пăру пăрахнă, сурăх путек пăрахнă (выкидыш). || Испражняться. Орау. Ах, ку ача-пча! Çинă-çиманах кайса та пăрахат (испражняется)! || Перестать, бросить. Орау. Ху вулама пăрахсан, кĕнекĕне мана пар. Когда перестанешь читать, передай книгу мне. N. Çăвла хут вĕренме пăрахсан, аттесене хресьян ĕçсенче пулăшрăм. Хыр-к. Хут вĕренме пăрахсан, çулла, ачасемпе пулă тытма, рак тытма çӳреттĕмĕр. N. Çиессе пăрах, перестать есть. Панклеи. Порнаççĕ, порнаççĕ ватăрах çынсам, эсрелĕ килме пăрахнине (что перестал ходить) сисе пуçларĕç. || Прекратить, бросить. N. Мĕнле паян кооператив сутма час пăрахнă. Ку вăхăтра хупакан марччĕ-çке? тесе килнелле çаврăнса каяççĕ вара. || Перестать что-нибудь делать. КС. Хăяр пăрах, последний раз собрать огурцы. || Раздумать; отменить, отказать. ЧС. Аннесем вара: вилет пулĕ, юмăçа кайса укçа та пĕтерес мар, терĕç те, юмăçа кайма пăрахĕрĕç. N. Эп сăра тăвасса пăрахрăм. Я раздумал варить пиво. N. Вăл хăй (она) кайма пăрахрĕ. Ивановка. Çакăнтан кайран эпĕ чула алла тытма та пăрахрăм. Тим. † Ах, хăтаçăм, Микулай, пăрахма-пăрахма тытăнатчĕ, пăрахасран чунăм çук, пăрахсассăн чунăм çук. || Уступить (в цене). Н. Карм. Ну, апла пулсан, вун тенкине пăрахап, тет. N. Пăрах (пăрахса пар) тепĕр пилĕк пусна! — Юрамаçт, пăрахмасп. || Отказаться. N. Çăкăра пăрахăп, уна пăрахмăп. || В качестве вспомог. глаг. Яргуньк. Акă сана хуçа сенкĕпе чиксе пăрахма килет. N. Мана луш (зря) çинченех кăшкăрчĕ-пăрахрĕ. N. Курак çăварне карчĕ-пăрахрĕ те, татăк ашĕ тухрĕ-ӳкрĕ. N. Лаша пĕççине чарчĕ-пăрахрĕ (беспомощно). Сорм-Вар. Упа Ахматяка çыхса пăрахрĕ. N. Вăл вара мĕн туса пăрахмĕ манпа? (т. е. нагадит мне). М. Сунчел. Пӳрт алăкне уçса прахнăччĕ те, пӳрт умне çап-çутă çутатса пăрахнăччĕ. Панклеи. † Каяс марах тесеччĕ, илчĕç-пăрахрĕç, мĕн тăвас. (Салтак юрри). Альш. Улпучĕ пăруласа пăрахасран хăранă, тет. Барин боялся, как бы не отелиться. Юрк. Тӳрлетес вырăнне (вместо того, чтобы вылечить) тата хытă пăсса пăрахаççĕ (испортили). IЬ. Çуртăрисем ĕлкĕрсен, çав укçапах çуртăрисене те выртарса пăрахат. IЬ. Тытăнсан, ĕçе часах туса пăрахнă. Ст. Яха-к. Атьăр часрах кунта чӳклесе пăрахар та, вара пирĕн пата кайăпăр, теççĕ. Изванк. Пулла тухсан та, ăна пĕре çех (только) кăшкăрса пăрахаççĕ (крикнут на него). Кан. Тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Капк. Эпĕ Улия юратса пăрахрăм. Пуç çавăрса пар-ха. N. Çан чохне ĕçсе пăрахрăм-çке (напился)! Т. II. Загадки. Шăлсан, шăлса ямалла мар; çĕклесен, çĕклесе пăрахмалла мар; вăхăт çитсен, хăех каять. (Мĕлке). ЧС. Эпир вăл анана, ир кайнă-ĕскерсем, кăнтăрлаччен сухаласа та пăрахрăмăр. N. Вĕсем малтан нумай çĕрлĕ çынсенчен темĕн чухлĕ çĕр илсе пăрахаççĕ, унтан вăл çĕре, банк урлă, сахал çĕрлĕ хресченсене пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн сутса пит нумай ытлашши укçа пуçтараççĕ.

пăрахăн

(-hы̆н), броситься, кинуться. Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 29. Рыçпа арăслан, хăйсемпе пĕр тĕслĕскерсем, пач сисмен хушăра парне çине пăрахăнса, ăна пĕтерсе хураççĕ. . 7. Ула-тăпа çине пăрахăннă пек.

пăрахут

пăрахот (-hут), пароход. N. Пĕр пăрахотпах ларса килтĕмĕр. N. Пăрахот Затона кĕмерĕ, не зашел в Затон, т. е. в Звениговский затон), или лармарĕ. Шурăм-п. Кĕнер-вăррине пăрахут та (Кашин) ларакан пулнăччĕ. Шел. 66. Тата пристăнре пĕр вăрăм çӳçлĕ çын: те пуп, те тияккăн, пăрахут кĕтсе, сĕтпе шур кулачĕ çисе ларать. N. Пăрахут Хусантан тăвалла улăхса кайрĕ. N. Пăрахут Чулхуларан Хусаналла анса кайрĕ.

пăри

(пы̆ρиы, пŏρиы), полба. Альш. Вĕсем ăна суйлама кĕл çине пăрçа, пăри сапса, ăна суйлаттарса хăварнă. Трхбл. Пĕр сăпкара икĕ ача выртать. (Пăри). Юрк. Пăри пăттине пит лайăх кăна пĕçерсен, аш шӳрпипе сапса çиме юратаççĕ. N. Пĕр сăпкара икĕ ача. (Пари чăши). С. Айб. Пĕр пӳлмере икĕ карчăк. (Пăри тырри). Вомбу-к. Пăтă тол, пăри, вир, хоратол, сĕлĕ кĕрпинчен пĕçереççĕ.

пăру

(пы̆ру), теленок. Шурăм-п. Вĕсем киле çитсессĕн, пăру хăваласа килчĕç те, пахчана улма пуçтарма чупрĕç. Якейк. † Эпĕр илнĕ чух: ултă пăру амăшĕ пулнă, терĕç. N. Сирĕн ĕне ертни? — Ертнĕ (обгулялась, стельная), или: сирĕн ĕнен пăрушши пур-и? N. Ĕне пăруларĕ, пăрушĕ тына пулчĕ. Ёково. Пăру сыхлатпăр. Мы пасем телят (мн. число). N. Унтан тата пăру çуралсан, пăру ыри (= ырри) тăватпăр, теççĕ; ăна ак çапла тăваççĕ: куймах пĕçереççĕ те, ăна вара пăру ыри теççĕ. Орау. Ах тур!... Мĕн так... Çулайман пăру темерĕн, çавне хирĕç пĕр сăмах та (сăмох то) уçса калаймарĕ. Скотолеч. 28. Çаксене тиркемесен, ĕне пăру пăрахма та пултарать, е пăруланă чухне пăрулаймасăр вилме пултарать. N. Пăрура апат çук, т. е. в человеке, смирном как теленок, нет толку. Трхбл. Эй ураланайман пăру! Эй ĕселенеймен пăру! Шибач. 1) Пошмак пăру — икĕ хĕл каçни (В Хорачка — пĕлтĕркки); 2) чопмалли пăру (случн.); 3) мăкăр пăру, тына пăру. КС. Кусмалли пăру, ертмелли пăру. N. Пăру вăкăр ертнĕ пусан, ĕнине сут.

пăру сакай

(-гаj), «телячье поднарье». Так называли в старинных чувашских избах особое помещение для телят под нарами с полом ниже обычного пола, причем телята могли высовывать головы в избу из-под нар. Большею частью его устраивали под кутником. N. Пăру сакай тулли пăру парăсăнччĕ. Ст. Шаймурз. † Эй, шурă йытă, шурă йытă, пăру сакайне пĕр йытă. С. Дув. † И, шур шавка, шур шавка, пăру сакайне кĕр, шавка. Трхбл. Пăру сакайне кĕр, терĕм, (Ĕлĕк чăвашсем пăрусене сакайĕнче усранă. Вăл тĕле урайне аяларах тунă). Эпир çур. çĕршыв 11. Алăк патнерех каллех урлă сак. Çав сак тĕлĕнче «пăру сакайне» пур. N. † Эй, шурă шавка, шурă шавка, пăру сакки айне кĕр, шавка.

пăрусна

борозда. Юрк. Собр. † Йĕтĕн акрăм пулмарĕ, пĕр пăрусни тулмарĕ. N. Çĕрулмине ĕлĕкренпех йышлă акса тăрса, ăна епле акса-пăхса ӳстерсен авантарах пулнине пĕлекен çынсем çĕрулмине пăрусна хăварса анчах акма тимлеççĕ. N. Çавăнпа та, çĕрулми тухăçлăрах пултăр тесен, çĕрулми пăрусна хăварса акмалла.

пăрăм

(пы̆ры̆м), винтообразный предмет, имеющий форму спирали; поворот в замке, в особенности винтовом. Альш., Т.-И.-Шем. Ильм. † Пăрăм-пăрăм çăраççи, пĕр пăрăмĕ ытлашши. N. † Ах, аннеçĕм, аннеçĕм, пăрăм-пăрăм пусмăрсем, эпĕ пусас çук ун çине. Якейк. Çак (ку) сраççин пăрăм нумай-ĕç. Ку сраççия нумай пăрса уçмалла (много надо вертеть, пока не отопрется). || Соломенный жгут; свитая веревкой солома. Юрк. Улăмран пĕр пăрăм туса, çав пăрăмне вут тĕртсе çунтарса яраççĕ. || Назв. нескольких узлов закрученной основы ниток. Сред. Юм. Пир комсан кунчалаççĕ те, онта вара чăмакка-чăмакка полать, çавна пăрăм теççĕ; пĕр пăрăмра олтă-çичĕ куç полать. Шевле. Пăрăм = 3 йăлăм или куç. || Род точеной посуды, часто с такой же крышкой, напр. солоница, копилка и т. п. Трхбл. Пирĕн асатте укçине пăрăмра (в точеной копилке с крышкой) усратчĕ. См. пăр ма. || Запятая. N. Кунта пăрăмсем ытла та нумай (запятые). [Но в знач. термина пунктуации это слово не употребительно].

пăрăç

(пŏрŏс'), перец. Сред. Юм. Пăрăç сахал тохнă тесе яшка çине пăрăç ярсан, тути лайăх тôхаймасан калаççĕ. Виçĕ пус. 20. Куркаланă вăл хăйăрлă çĕрте пĕр пăрăç пулакан сарă чечеклĕ курăк питĕ парка ӳснине.

пăрластăк

(пĕр + ластăк), немного, чуть-чуть. N. Ман пăрластăк анана хытта ан хăварăр. Регули. Пăрластакăх (пĕчĕккех) тытимарăм. . 1388. Пăрластăках ман чол исе килимарĕ. С.-Устье. Тилĕ çав сăрт çинче пăрластăк выртсан, ун патне пĕр упа пычĕ те, тăратат (будит). Пшкрт. Тата тепри калат: ларса кăнăпăр пăрластăк, тет.

пăрмай

(пы̆рмаj, из пĕр + май), постоянно, все время. N. Кĕшĕ вут хутаççĕ, кĕшĕ апат пĕçереççĕ пăрмай. Чаду-к. Упи пăрмаях çывăрнă, тет, а тили пăрмаях тулта ĕçлесе çӳренĕ. N. Эпĕ килте пăрмайтарах чирлеттĕм. См. хĕнĕш.

пăрçа

(пы̆рз'а, пŏрз'а), горох. N. Пире тăвансем кĕтнĕ мĕн, кĕтсен-кĕтсен килмесен, пăрçа пек куççуль тăкнă мĕн. N. Патака ытрăм та, питĕ çӳле хăпарса кайрĕ, хăпарса кайса, пăрçа пĕрчи пек анчах курăнчĕ. Капк. Çатма çинчен пăрçа сиксен, ача-пăча ташша илет. N. Çул çинче пăрçа хăмăлĕ выртма пуçласан, каçпа ларма юрать, теççĕ. N. Пăрçа хăмăлĕ лайăх, хутаççи çуккă, симĕс, пулса çитеймес. N. Çатма çинчи пăрçа пек çавăрăн. Юрк. Чăвашсем тата пăрçа пăттипе паранкă пăтти те пĕçереççĕ. Вĕсене çупа анчах çиеççĕ. Çу сахал чухне çинĕ вăхăтра, часрах пыра анса кайтăр тесе, уйран сыпаççĕ. Сĕт пурри сĕт сыпат. . Пăрçана чăвашсем пит сайра пĕçерĕççĕ. Çулталăкне виç-тăваттă та пĕçермеççĕ. Пăрçа пулсан, ăна пăрçа çăнăхĕ тума тăрăшарах параççĕ. Çăнăхĕнчен, паллă, салма пĕçерме. Авă çав пиркепе чăвашсем пăрçанăн пит сайра пĕçереççĕ. Пăрçаран чăвашсем пăрçа кукли те тăваççĕ. Чураль-к. Эпир вуниккĕн пĕр тăван, вуникĕ ана тулă акрăмăр, кучĕ пулчĕ хумăш пек, тăрри пулчĕ пăрçа пек. Пахча çим. 10. Пăрçапа пăрçа (у бобов) хушши 3 вершук пулмалла. Сред. Юм. Пăрçа али тесе пăрçапа пăри алакан шолтра алана калаççĕ. Решето для гороха и полбы. Сред. Юм. Пăрçа нимри пăрçа çăнăхĕнчен çемçерех пĕçерекен çимĕçе калаççĕ. Вомбу-к. Пăрçа яшки, вĕт салма тораса яраççĕ, сухан, пăрăç яраççĕ. N. Кунта какай яшки çук, пăрçа яшки, пулă шӳрпи, у та (= вăл та) шыв çиç. Сред. Юм. Пăрçа тар тохнă — çын вилнĕ чôхнĕ тôхакан шôлтра тара калаççĕ. Янтик. Çавсен иккĕшин пăрçа пиçмес вара. (Так говорят о тех людях, которые не могут ладить между собою).

пăрçа-ясмăк

горох и чечевица. БАБ. Хирти тырă-пулла пуçтарса пĕтерсен, çĕр-уммисем кăларса, пăрçа-ясмăксем çапса пĕр майлă тусассăн (после того, как...).

пăрçавалла

(-з'а-), назв. игры. Сред. Юм. Пăрçавалла выляс. Малтан пур картне те валеçсе пĕтереççĕ те, кайран пур те уçа-уçа пырса пĕр-пĕрин çине парса пĕтересшĕн тăрăшаççĕ. Камăн çĕнмелли пулса астумасăр юлать, ăна пăрçавал тесе, ун карчĕ çине пур вылякансĕм те пĕрер карт хураççĕ.

пăрт

подр. порханию птицы. Тогач. Пĕр пĕчĕк кайăк пăрт турĕ (выпорхнула), тит те, вĕçсе туха карĕ, тит. СТИК. Çерçи пăрт-пăрт вĕçсе пырат (указывает на неровный полет воробья). НАК. Кăвакал алăран пăрт ĕçерĕнчĕ те (выскользнула), тӳррех улпут чĕркуççи çине нартлатса кайса ларчĕ. || Подр. клеванию. рыбы. N. Полă тортат: пăрт, пăрт, пăрт туат (указывает на движение поплавка), вара ворт! тортса кăларат. || Подр. легкой обиде. N. Çакă пирĕн хăнасем пĕр сăмахран пăрт турĕ (быстро, слегка обиделся; слегка раскапризничался). || Подр. моментальному испусканию ветров со звуком.

пăртаккăн

(-д-), понемногу, потихоньку. О сохр. здор. Акă пĕр ывăçă çăнăх илсе ăна шывпа хутăштарсан, чуста тăвăр-ха; унта пăртаккăн шыв ярса хытă чăмăртăр. N. Вăл ушкăна чăн малтан 8 чăваш анчах пуçласа ячĕç, кайран вара вăл пăртаккăн-пăртаккăн пысăклана пуçларĕ.

пăртакçă

пăртакçĕ (-д-), немного; чуть-чуть, едва. Юрк. Пĕр вăхăтра эпĕ хам та пăртакçех Хусана çакланмарăм, вырăн пулсассăн, управляющий илме пулсаччĕ. IЬ. Пăртакçех салатса яман (едва не...). N. Вăл епле унта пăртакçă укçапах икĕ уйăх пурăнма пĕлнĕ.

пăрч

пăрчă (пŏрџ̌ы̆), то же, что пĕрчĕ. Чхийп. Тĕттĕм çĕре акнă вăрлăхран никам та: е çĕр пăрч, е утмăл пăрч, е вăтăр пăрч тавăрса хушса вырса илес çук. Хора-к. Хĕрарăм пĕр пăрч салатсан, пин пăрч саланать. ЧП. Пăрчи пулчĕ пăрçа пек.

пăрчăк

(пŏрџ̌ŏк), зерно. Торп-к. Пĕр старик сĕлĕ пăрчĕк (т. е. пăрчăкĕ) топнă, тет. Тораево. Анастасия виçшер пăрчăкăн татса илнĕ (волосы старухи, своей бабушки). || Ядрёный. Якейк. Пирĕн ял хĕрĕсем итер (= йĕтĕр) пек, шăн-шакки пăрчăк, пичĕ-куçĕ чĕкеç пек. См. пĕрчĕк.

пăрхун

(пы̆рhун, т. е. пĕр + кун), намедни. Кугеева. См. пĕр кун.

пăс

(пы̆с, пŏс), пар. Ст. Чек. Хуранран пăс тухат. Сред. Юм. Пу или пăс, пар. Сăмавартан пу (пăс) тôхнипе кантăксĕм пĕтĕмпе тарласа пĕтнĕ. Орау. Лашасенчен пăс пĕтĕмпе тухать, лавсем йăвăртарах пулчĕç. Тюрл. Сивĕре алăка уçсассăн, пăс кĕрет. || Угар. О сохр. здор. Кӳкĕрт пăсĕпе пӳрте тĕтĕрсе тултарас пулать. Карамыщ. Йăс-пăс пор-ха пăртак. Есть небольшой угар. СТИК. Пăсне те кăлармарĕ. Так говорят о человеке, напуганном кем-нибудь так, что он сидит словно на иголках и ничего не говорит. || В перен. смысле. Якейк. Хун (= хăвăн) пĕр вăй та çок, пăспа хăратан анчах (храбрый, ловкий, сильный только внешностью, движениями, с виду). N. Пашалу Çтаппанин пăсĕ анчах унăн (т. е. его бояться нечего).

пăсăл

(-з-), испортиться. АПП. † Пичче пӳрчĕ мерчен пӳрт, сăран атăсăр пăсăлас çук. || Расстроиться (в взаимоотношениях, о скрипке, о настроении). Унтан кайран пĕр-пĕринпе вăрçса пăсăлса пĕтнĕ. N. Вăл сирĕн патăрта пăртак пурăнас тĕлĕшрен эпĕ пĕре те пăсăлмастăп. || Простудиться. N. Сивĕ шыв ĕçсе пăсăлнă. Календ. 1904. Тарланă çĕртен çил çине тухсан, çулах пăсăлма пулать. || Растлиться. Орау. Пăсăлман, невинная.

пăсар

(пы̆зар), испускать ветры из живота, pedere. Ядр. Пăсармасан (вар. пăсармасăр) шăрш тохмасть. Соотв. русск. «без огня дыма не бывает». Никит. Пĕлмен туйинче пăсарнă. (Послов.). Сёт-к. Пĕр вăкăр хĕрĕх çĕртен пăсарать. (Молча кăмаки). Орау. Вăл пăсарсах ту тăвасшăн (= кăшт ĕçленипех тем пысăкĕш ĕç тăвасшăн).

пăсăлантар

(пы̆зы̆ландар), то же, что пăсăрлантар (вып. р). N. Чăвашсем Шенер-пуçĕнче страшниксене пăсăлантарни çинчен каласа парсан, пурте пĕр тăрук çунатланса карĕç.

пăтлă

пудовый. Употр. в соединении с числит. Сред. Юм. Ача тимĕрçе кайса хĕрĕх пăтлă (сорокапудовый) туйя тума хôшрĕ, тет. Яргуньк. Сан уна чунлă тумала тесе, вун-вуникĕ чунлă япала пусмала: е така, е тиха, е пăтлă çурă юсман... N. Пĕр хăлача çурă пăт тирĕслĕкрен сахал хурас пулмаст, пĕр пăтран ытла та хума аван мар, çавăнпа ана çине çирĕмшер пăтли 60 лавăран сахал ан хур.

пăтлăх

весом в... пуд(ов). N. Чи пысăкки çирĕм тăхăр пăтлăх. КАЯ. Тинĕс варринче çĕр пăтлăх чул варринче пĕр çамăрта тăрать. (Из наговора).

пăта

(пы̆да, пŏда), гвоздь. АПП. † Утмăл-çитмĕл пăта çитмерĕ. Пирĕн тĕлтен пăта пĕтмерĕ. || Кол. ХЛБ. Санăн кӳрĕшӳ сухаласа ана çине кĕрет пулсассăн, йăранăн вĕçне пăта çап, вара сухаласа туртса илни паллă пулать. Г. А. Отрыв. Çул юсама икшер лашапа каятчĕç вара... Çерем касса пăта çаптаратчĕç, тит, тата. Çирĕк-к. Лаша кăкармалли: 1) вĕрен, 2) вĕрен пăти, 3) вĕрен тукмакки, 4) шăлтăрма. || Кочетки, вставленные в борт лодки. Чертаг. || Чека, чекушка. В. Олг. || Вешалка. Çĕнтерчĕ 50. Тумтирне пăтана çакать. N. Унăн йĕвенĕсем витери пăтара. См. арман. || Белое пятнышко в глазу. Б. Олг. Ах, ман коçа пăта ларчĕ, коç корми полат-и мĕн! тет. Пшкрт. Коçа пăта ларса (белое пятнышко на глазу). Изамб. Т. Куç пĕр-пĕр япала тăрăнса пăсăлсан, куç шăрçи çине «пăта» ларса юлат (точка). || Какая-то мера земли. Чебокс.

пăтавкка

(пы̆давка), пудовка. N. Улма лартрăм, вунпилĕк пăтавкка кĕчĕ (пошло). N. Пĕр пăтавкка салата аттерен ыйтрăм. СТИК. Пăтавкка пуç, голован. См. пăтакка, пăта л кка.

пăтакка

(чит. пы̆дака, без удлинения к), пудовка. Мочеи. НАК. Пĕр пăтакка юсман паратпăр, çырлах. (Чӳк). См. пăтавкка.

пăтă

(пы̆ды̆, пŏдŏ), каша. В. С. Разум. КЧП. Вăл вĕри пăтта вĕре-вĕре çиет. IЬ. Пăтта веçех çисе янă. Юрк. † Пирĕн йинке — вир пăтти, пурăнăç парас тенĕ чух пăтă пекех пăтратрĕ. IЬ. Пăтă чăвашсенĕн чи лайăх çими. Чӳк тунă чухне-и, хăна-мĕн килсен-и, е пысăк праçниксенче-и, уллахра-и — чăвашсем ялан çулă пăтăсем çиме юратаççĕ. Альш. Пăрçа — пăтти. Çĕнтерчĕ 5. Инке кăмака умĕнче хуранти пăттине пăтратса тăрать. КС. Вăл шывра пулă пăтă пек. Сред. Юм. Пĕвере вĕтĕ, кăçал çӳрленĕ полă çӳрисĕм пăтă пик нăмай (очень много). Якейк. Чуччу ярнаççĕ. Чуччу çинче тăракан: ачасам, мана пăтă çиса ярăр-ха, тет. Ачасенчен пĕри вара, ача тăракан чуччуя, ик каштинчен тытса пĕр енелле йăтса он айĕн тохать. Пăтă çинă ачи: халь ман ярнмалла, Йăвана эп пăтă çирăм, тет. N. Она чӳклеме пăтă, нимĕр пĕçерсе каяççĕ. || Моление (кашей). Золотн. 129. Кил-йыш пăтти. IЬ. Карта-йыш пăтти.

пăтăл-патăл

(пады̆л), подр. падению от удара. Якейк. Холха чиккинчен пĕре анчах патăм: пăтăл-патăл çĕре персе анч те, ним пĕлмесĕр пĕр сахат ытла выртрĕ.

пăтăр

(-д-), подр. стеканию крупными каплями пота. Хорачка. Пăтăр-пăтăр тар йокрă. КС. Пăтăр-пăтăр. Яжутк. Пăтăр-пăтăр тар юхать (пот течет градом), тарне шăлма тутăр çук. Чертаг. Пăтăр-пăтăр тарланă (крупные капли пота). АПП. † Пăтăрах та пăтăр тумла юхат, çичĕ хут пустав варрине витерет. || Подр. звуку легкорвущейся ткани. Сред. Юм. Тарпа çĕрнĕ кĕпе пăтăр каять (легко рвется). Орау. Пăтăр, пăтăр татăлать. Рвется во всех местах, напр., ткань. СТИК. Кивĕ кĕпе-йĕм пăтăрр каят (çурăлат). IЬ. Хурăн хуппи пăтăр туса касăлат. || Подр. звуку падающего мелкого помета овцы или козы. Тораево. Така хăраса пăтăр-пăтăр сыса панă (звук от падения помета). Вотлан. Карта тăрăх канька чупĕ, пăтăр-пăтăр пăх сысĕ. (Хăй çунни). || Подр. звуку пузыря. Икково? Пăтăр-пăтăр (о пузыре). || Подр. прерывистой барабанной дроби (т. е. частому барабанному бою). N. Пирĕн акă пĕр салтакки парапана тăррр!.. тăррр! пăтăррр! тутарса çапсан, эпир чăнах тата та нумайăн пухăнатпăр. || Подр. звуку трепыхающегося флага. Ыраш. Пăтăр, пăтăр, пăтăр, хатĕр, хатĕр, хатĕр-р-р! тесе тăраççĕ (хĕрлĕ ялавсем). IЬ. 9. Колхоз касса илнĕ тĕлсене хĕрлĕ ялавсем çакнă та, катаран вăрманпа çынсем çинелле савăнăçлăн пăхса выляса: пăтăр, пăтăр... || Подр. быстрой речи (скороговорке). N. Пăтăр-пăтăр калаçать (отрывисто и быстро).

пăтран

(пы̆тран), мутиться, мешаться, волноваться. ЧС. Çавăн чухне манăн юлташсем лашисене хăшĕ кӳлĕре кӳртрĕç, хăшĕ: кӳлĕре шыв пăтранат, тесе, Паснара кӳртрĕçĕ (купали). Б. Олг. Сăра пăтранса ларат (бродит). КС. Пăтранса ларать или пăтранчăкăнах ларать, тăрăлмасть; не устаивается. Сред. Юм. Пăтраннă çăмарта ют патшана каймас. Чув. пр. о пог. 106. Пĕлĕтсем пăтрансассăн (пăлхансассăн) çăмар пулать. Если облака перемешиваются (двигаясь в разные стороны), будет дождь. N. † Саманисем йăвăр, ай пăтранать, сайра сар ачасене сайратать. N. Самана хошши пăтранса карĕ. || Тошнить. Турх. Пĕр пирĕн çеç кăмал пăтранатчĕ кунĕн-çĕрĕн хĕн-хур курнипе. Çутт. 152. Сасартăк темле унăн ăшĕ пăтранса, хăсасси килсе каять. N. Ăна (сăсăла) çисен, ашчикĕ пăтрана пуçлать те, вара пире варвиттине ертет. О сохр. здор. Чĕре хытă кăртлатать, ăш пăтранса килет, хăсăк туха пуçлать. | Ссориться. N. Пĕр-пĕринпе пăтран, поссориться. Ск. и пред. 100. Кускаласан, пăтрансан, старик патне пычĕ те, хуллентерех сасăпа йăлăннă пек каларĕ: ярсам ĕнтĕ, уç ĕнтĕ, тумтир патне çул парсам. || Бунтовать.

пăттăм-пăттăм

с пятнами. В. Олг. Пăттăм-пăттăм хораллă, с черными пятнами. Б. Олг. Хĕрлĕ куак тĕрлĕ; пăттăм-пăттăм, час çума кирлĕ мар, хоралмас, такки килшулă, хӳхĕм полат, тавай илĕпĕр пĕр кĕпелĕх, арçын ачая лайăх.

пăч

(пы̆ч), подр. паданию одиночной капли. N. Çомăр томламĕ (чит. томлам) ман ал çине пăч килсе ӳкрĕ. || Пятно. Сборн. по мед. Куç çинче пăч кăвак курăна пуçлать. N. Унăн пĕр пăч хури те, е айĕпĕ те, е çавăн майли мĕн те пулин урăххи те ан пултăр, тесе... N. Пĕр пăч хурасăр, айăпсăр. Тюрл. Пăч шорă, с белыми пятнами. Питушк. Пăч-пăч тĕрлĕ, с точками. Чума. Ӳчĕ-тирĕ вырăннăн-вырăннăн пăч-пăч кăвакарса каять (пятнами). Ядр. Пăч-пăч хĕрлĕ шатра тохать. Г. А. Отрыв. † Эп шур туттăр юратап, пăч-пăч хура тĕрлине. Сред. Юм. Пăшал етри витĕр тухса кайнă та, пăч шăтăк юлнă. Орау. Пĕр пăч ларать. || Совершенно, совсем, без исключения. N. Çил пăчах чарăнчĕ. Ветер совершенно прекратился. Толст. Шыв пăчах пăс пулса кайса пĕтет. N. Хĕвел пăч тĕттĕм пулĕ. НТЧ. Чĕнме кайнă ачи хăйсен кӳрĕшне пăчах чĕнет. Вĕлле хурчĕ. Вĕлле хурчĕсене халь каланă пек усрас тесен, хурт пурнăçне, хурт ăсне пăчах тĕрĕс пĕлсе тăрас пулать. N. Анчах таврашĕсем хăшĕ пăчах мар. Якейк. Петĕр холая каþ те, пăчах çохалч (пропал без вести). КС. Лампипе сӳнтертĕмĕр те, пăчах тĕттĕм пулчĕ. IЬ. Кăçал кантăра сала-кайăксам пăчах пĕтерчĕç.

пăчăк

(пы̆џ̌ы̆к), пила. Кан. Турпас, пăчăк лĕкки (опилки), т. ыт. те темĕн чухлех юлаççĕ. N. Ал пăчăкĕ, каска пăчăкĕ, пĕр вĕçлĕ пăчăк, хăма пăчăкĕ (хăма çурмали).

пăчăр

(пы̆џ̌ы̆р), рябчик, изредка — куропатка. А. Турх. Пăчăр — вĕçен кайăк, ашне çиеççĕ, ушкăнпа çӳрет. Кăвакарчăнтан кăшт пысăкрах, чăпартарах сăрă. Актай. Пĕр пĕрене çинче икĕ пăчăр ларĕ. (Чĕчĕ). Нюш-к. Пăчăр, чăхран пĕчикрех. Уна хĕлле уйра вăрă сапса серетепе тытаççĕ; пăчăр нумай килсен, тыр пулмасть. Якейк. Он лаши пăчăр пак мăнтăр. Шел. 51. Хăшне çĕре ӳкерсе пăчăр тĕкне татаççĕ. Сред. Юм. Пăчăр чôн тохаччин ĕмĕтленет, тет. («Каждый человек до смерти надеется». Послов.). Н. Лебеж. Килĕрен пăчăр. (Мунчала). Пшкрт. Пăчăрăн пырши токсан та виç кон порнасшăн. Чертаг. Пăчăр шăхăрать (о птице). С. Тим. † Тимĕрçенĕн аслă шыв, пăчăр ишсе каçаймас. IЬ. Пăчăр живет в поле. Чураль-к. Пирĕн ялта та хĕрсем пур, чĕп-чипер пăчăр пек, пăчăртасан, çу тухать.

Пăчăр

имя мужч. Тораево. Пĕр çынăн Пăчăр ятлă тарçи пулнă.

пăчăх

(пы̆џ̌ы̆х, пŏџ̌ŏх), назв. меры в две пудовки. Тюрл. Икĕ пăтакка = пĕр пăчăх. ЩС. Пăчăх — пысăк катка. Собр. Пĕр пăчăх туллăм пĕтĕм хире саланать. (Куç). ЙФН. † Ах, танаш (= тантăш) Микула, ялтан яла çӳресе, пăчăх сĕлĕ çитарса, сĕлĕ кипекки — тӳшекĕ, хăмăш тăрри — çытарĕ. СПВВ. ФВ. Пăчăх тесе икĕ путалка япалана калаççĕ: пăчăх ырашпах арман авăртма карăмăр, теççĕ. Трхбл. Пăчăх — çур пасмана, т. е. мера в две пудовки.

пăх

(пы̆х, пŏх), кал, испражнение (тюрк. бук). N. Пулас тиха пăхĕнчен паллă. (Послов.). || Навоз. N. Çимĕк иртсен вара, пăх тăкма пуçлаççĕ. N. Пирĕн хресчен хушшинче çула питĕ нумай ĕçсем пулаççĕ: суха тăваççĕ, пăх тăкаççĕ, утă çăлаççĕ, тыр выраççĕ. СТИК. Сана турттарса пыриччен, пĕр кĕреçе пăх хурăп та, итту усă пулĕ. (Говорят, когда мальчик просится ехать с отцом в поле пахать или жать). || Шлак. КС. Тимĕр пăхĕ, тăхлан пăхĕ, пăхăр пăхĕ. Альш. † Кив пăхăрăн пăхĕ çук, пирĕн тăвансен ӳпки çук. || Сера (в ушах). Изамб. Т. Хăлха пăхĕ. || Вред. Г. А. Отрыв. || Употребляется в чувашизмах. Изамб. Т. Сред. Юм. Мĕн, пăх полтăр-и ôнта пĕрех май. Что там есть, когда все время собирают (напр., грибы в лесу). IЬ. Пăхна шăршласа çӳретне мĕн конта? Что ты здесь шляешься; ничего ведь для тебя нет. IЬ. Пиччусĕне кайса чĕн-ха! — Пăх çи мар-и, кайса чĕн ху, кирлĕ полсан. Орау. Эсĕ пĕтĕмпех пăх пулнăччĕ ун чухне (был вдребезги пьяным). IЬ. Мур, çĕрĕк пăх пулса килчĕ те, паян кӳпчесе выртать ак (дрыхнет). IЬ. Атте, мĕн тăван? — Пăх тăвап. (Сердитый ответ на ненужный вопрос). IЬ. Ăна асăнмаллăх тăвăп-тăвăпах-ха хăçан та пулсан. — Пăх тăваятни эсĕ ăна, хăна тепре пĕçертĕ (отлупит). IЬ. Пăх калать-и вăл? (т. е. он ни черта не скажет). IЬ. Пăх çиен, ăçта сана унпа çыхланма. Тюрл. Мĕн пăх тăватна онпалан! Зачем это тебе. (На кой чорт это тебе). КС. Мĕн пăх укçи пур манăн (какие, чорт возьми, у меня деньги). Городище. Тырă сутма, кайса пăх хыпрăм. Поехал продавать хлеб и прогадал. N. Арăмĕ, старикĕ каланипе калах пăх хыпасран хăраса, çаврăна-çаврăна каят, тет. СТИК. Ав... пăх хыпса ăна иле пĕлмерĕм (каким-то дураком оказался, не сумел купить). IЬ. Пăх хыпан, разиня. IЬ. Пăхна çи (тебе ничего не будет от меня, убирайся лучше). Курм. Пăх çи, пăх сохал, ларах эппин. КС. Çыпăçан çав пăх çиянпа (с говняком), мĕн пĕлет вăл! IЬ. Пăх çи эппин (ну так), мĕн макăратăн, пĕрмаях. IЬ. Пĕрре ачи ашшĕне йĕрĕнтерчĕ, тет, пасартан карттус исе пар тесе, ашшĕ: ан пăх çисам, карттус валли укçа çтан тупан, тесе ятласа тăккăрĕ, тет. N. Улмуççи кутне тухса выртрăмăр пĕр çур сехет, пăх та илтмерĕмĕр. АПП. Эпир юрланине юратмасан, хăвăр çапла юрлăр, пăх хырăм. Ст. Чек. Пăх пит, бесстыжий человек. Сред. Юм. Эс те пăх ачи çиç, çавна та тăваймастăн. Называют подростка, когда он чего-нибудь не может сделать.

пăх

(пы̆х), смотреть (тюрк. бак.). СТИК. Эпĕ каялла çаврăнса пăх та, курах кай: хайхисем ман пата пыра параççĕ. Я оглянулся, смотрю, а они идут ко мне. Трхбл. Капан айĕнчен юс пăхать. (Манка тухни). Бур. † Умăр çутă, çийĕр хĕрлĕ, вăтанатăп куçăртан пăхмашкăн. N. Пăхма çывăх та, утма инçе, теççĕ. (Послов.). ТХКА 114. Ак ĕнтĕ, пăх ĕнтĕ. Ăçта çитсе кĕтĕмĕр (куда мы забрались)! N. Пăх-ха, пулă йăмпăлт! туса карĕ (появилась всем телом и быстро исчезла; чăмпăлт! — махнула хвостом). В. С. Разум. КЧП. Пăхарах пар, усиленно смотреть. Любопытно отметить некоторые тонкости в употреблении этого глагола с простым падежом и с послелогом в следуюших примерах: Орау. Хĕвеле хирĕç (на солнце) пăхма çук. Мĕн эс уйăх çине пăхан? Чиркӳ хĕресне пăх, хĕвеле пăх (клятва). Мĕн эс ку алтана пăхса тăран? Что ты смотришь на петуха? Мĕн эс алтан çине пăхса тăран? Мĕн эс алтан çинелле пăхса тăран? (на петуха, если петух в отдалении; спрашивающий может и ошибиться). Ку сăмавар çине ман пăхас та килмест. Мне противно смотреть на этот самовар. Хăй мĕне пăхнине те пелмеçт. Сам не знает, что рассматривает IЬ. Мана ан пăх эс, çи, çи! — Не смотри на меня, т. е. не обращай внимания, ешь. Ман çине ан пăх. Не смотри на меня (в букв. смысле). — Ма тата? Куçăхатнам? IЬ. Çырма хĕрне пырса ларнă та, шыв çине пăхса ларать. IЬ. Çăлла ан пăх, çăлла анса кайăн (в колодец). IЬ. Мĕн пăхан? — Якур пичче иртсе карĕ те, çавна пăхрăм (на него). IЬ. Лаша çине çавăрнса пăхрăм та, лаша пĕтĕмпе кӳтсе чĕтресе тăрать. IЬ. Вăл хурăн çине пăхма та хăраттăм эпĕ. IЬ. Пĕлĕт çинелле пăхрăм (на облако, на небо). IЬ. Куçне пĕр илмесĕр ун хĕрĕ çине пăхса тăрать. IЬ. Тырă çинелле пăхса тăрать (на поля хлебные). IЬ. Тырра пăхса тăрать (караулит хлеб). IЬ. Çак тырра пăхап та-ха, ай-ай турă мĕн. Вот смотрю на этот хлеб (напр., в поле). IЬ. Сăмавар пăхатним? Самовар смотрит (с целью купить). IЬ. Лаша пăхатним? — Лаша пăхатпăр (желая купить). IЬ. Сăмавара пăхатним (караулит когда начинает кипеть). Шинер-п. Пĕре эпĕ карташне тухрăм та, йăва çине пăхса тăратăп. || Проверить наличность. М. Сунчел. Пирвайхи уяв каçĕ, кĕтӳ кĕрсен, выльăхсене хăппăл-хаппăл пăхаççĕ те (посмотрят, все ли на лицо), вĕтти-шаккипе выляма чупаççĕ. || Высматривать, присматривать, выбирать. Якейк. † Çакă ялта хĕр пăхрăм. Собр. Пасартан пасара çӳресе хĕр пăхать (выбирает невесту). Сёт-к. Сакăр сар хĕр пăхакан — инке арăмпа йолакан. Сред. Юм. Хĕр пăхма кайнă. Пошел девицу выбирать. N. Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма полмарĕ. КС. Унăн пăхса хунă хĕр пур, высмотренная. || Открывать (сундук), чтобы посмотреть или вынуть вещь. N. Арчана пăхрăм. Я ходил в сундук (т. е. открывал зачем-то сундук). || Быть обращену в ту или другую сторону. Изамб. Т. Урамăн сылтăм енче çуртсем пурте пĕр майлă, урамалла пăхса лараççĕ. || Осматривать. Коракыш. Пĕре утарта пĕр старик вĕлесем пăхса тăрать. О сохр. здор. Пăхса пĕтер, осмотреть (чирлĕ çынна). || Лечить. М. Яуши. Ăна темчул лекĕрсем те пăхнă та, çавах чĕртеймаççĕ. || Любоваться. Орау. Эп сана пит пăхсах тăмăп! Я на тебя любоваться-то не буду, т. е. не посмотрю на тебя (а сделаю, что хочу, или заеду тебе в морду). IЬ. Ăна тата пăхса ларма илним? Ĕçлетĕр! А что, разве ее (сноху) взяли для того, чтобы на нее любоваться? Пусть ее работает. || Следить; следить по книге. Орау. Пĕр ачи вулать, ыттисем пăхса пыраççĕ (следят по книге). || Наблюдать. О сохр. здор. Ун пек чирлĕ çын хыççăн килте яланах пăхса çитермелле мар (не усмотришь). || Надзирать. Юрк. Эпĕ халĕ те пулин надсмотрщик анчах пулса пурăнатăп, Чĕмпĕр уйясĕнчи эрех лавккисене пăхса çӳретĕп. Эрнере мар, уйăхне пĕр тапхăр пăхса çаврăнатăп, пĕр-ик-виç кун çӳресе. || Ухаживать. Изамб. Т. Арçынсем ул вăхăтра кулленкун выльăх пăхаççĕ. N. Выльăх-чĕрĕлĕх пур-и санăн — пăх ăна. N. Хурт илес пулатчĕ санăн, шăллу пăхса паратчĕ (брат стал бы ради тебя за ними ухаживать). Собр. † Хуртне пăхма Михали, пыльне çима Микула. N. Хăвăр пăхса ӳстермен ĕçĕм-çырли пахчисем. || Ухаживать за любимым человеком; ухаживать, угощать. ЧП. Хамăра хисеплесе килнĕ хăнасене чипер пăхса ярса пулмарĕ. N. Ху хăнусене ху пăх. Ала 83. Кунта çĕмĕрлчĕç, тет, туйне темĕн чухлĕ аван пăхса ячĕç, тет. Орау. Хăнасене пăхса ывăнтăм. Ухаживая за гостями, я устал. Пазух. Хурăнташсем хулăн та, хамăр чухăн, епле пăхассинчен те хăратăп. || Хранить. Якейк. Контан кайнă чох эп она пăхса порăнма хам кĕнекесене парса хăвартăм (оставил на хранение). Изамб. Т. Эсĕ те, арăм (Ухха!) çурта чипер пăхса усра, салатса ан пĕтер (говорит умирающий). || Оберегать. Никит. || Караулить. Хочехмат. Вăсен пĕр старик пур, вăл уя каймас, кил пăхать, анкартинче пăхать. || Заботиться. Бес. чув. Шкул пăхмаллипех пăхса тăнă, ачасене вĕрентмеллипех вĕрентсе пурăннă. ЧС. Ку ачана ĕнтĕ эсĕ аван пăхса усраса ĕмĕрне вăрăм ту. (Моленье). Кан. Кил çуртне хăйне «пăхса пурăннă» çынна парса хăварасшăн. || Опекать. Курм. Йăмăкне пăхать. Он состоит опекуном своей младшей сестры. IЬ. Ача пăхакан, опекун. Курм. Акуна аçу пăхать (опекуном твоей сестры состоит). || Управлять. N. Вăл вара пĕр аллă çула яхăн еврей халăхне пăхса тăнă. Б. Олг. Чикме пăхнă çĕр çинче, в Козмодемьянском уезде, на территории Козмодемьянского уезда. || Воспитывать, смотреть за детьми. В. Олг. Иккĕш (оба) çурма (= çывăрма) выртрĕç. Выртрĕç те, попляччĕ: перĕн ачасане кам пăхĕ-ши (кто будет воспитывать наших детей), тет. N. Карчăк ачисене пăхса ӳстере пуçларĕ, тет. Изамб. Т. Епле арăмĕ вĕсене пăхса ӳстерĕ? Юрк. Пăхнипе пăхни уйрăм. Хам пăхатăп нумайĕшне. N. Пăхмаллараххисем те пур вĕсен ачисем... || Пасти. Кан. Ăна выльăх кĕтӳ пăхаканскер тĕл пулнă. || Искать (паразитов). N. Ку ача калать, тет: эс пăх-ха ман пуçа! Патша хĕрĕ пăхать, тет, кун пуçне. || Соображать, сочетать с чем. Якейк. Апат çима эп килессе ан пăх. Ты меня не дожидайся, обедай. || Церемониться. Орау. Тăрсан-тăрсан, пит пăхса тăмĕç, туххăм хăваласа ярĕç. Посмотрят, посмотрят, да и не будут церемониться — выгонят. || Слушаться. Ау 131. Ну, ку ача амăш сăмахне пăхмас, тет, çапах пăшал илет, тет те, амăшне пăрахса ухутана каят, тет. Орау. Эпĕ ăна пăхмастăп та. Я и не обращаю внимания на него. IЬ. Вăл мана çавăрăнса та пăхмаçт. IЬ. Ăйăх килсен, кансĕрленине пăхăп. Если мне захочется спать, то разве я стану обращать внимание на шум («помеху»). Альш. Патша калат: сан сăмахна пăхса, мĕн пур çемье вилсе пĕтет, тет. В. С. Разум. КЧП. Эпĕ çавах вăлсем ятланине пăхмасăрах ăшкула каяттăмччĕ. Капк. Миккер Керукĕ пĕртте ашшĕне пăхман, каттăршнай ачи. || Светить (о солнце). Шибач. Халь хĕвел епле пăхать, хĕлле те çапла ăшă полчĕ. N. Кунĕпе хĕвел пăхрĕ. Вопр. Смоленск. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, пĕр эрне йĕпе пулать. || Иметь склонность (к чему). N. Кăшт ĕçме юратать пулсан, ăна: ĕçке пăхать, ĕç тумасть, теççĕ. || Ворожить, гадать. Магн. М. Изамб. Т. Хăшĕ-хăшĕ кĕнеке тăрăх пăхаççĕ. Иные гадают по оракулу. Альш. Юмăç пăх. IЬ. Килте кăна пăхкалани, домашнее задание или ворожба. N. Ну, килемей! Эпĕ сан патна килтĕм, укçа çине пăхса парччĕ (погадай). Болезни. Хут çине юмăç пăхассине е пăхтарассине ăша та ан тытăр, çынсене те ан пăхтарăр. || Пробовать. Чăв. й. пур. 36°. Пăхса пăхам халĕ, тенĕ те, юмăç пăхăн пек тунă. КС. Юмăçне те пăхса пăхнă (пробовал гадать) вăл, çапах та çухалнă япалине тупайман (или: юмăçне пăхса та пăхнă...). IЬ. Çав хĕре пăхса пăхăр-ха, сирĕн Ваçили валли юрамалла-и? || Пытаться, норовить. Тим. Хăйне те çын тесе хисеплеме пăхать. N. Пульăсем пуçран лекме пăхаççĕ. Пули того и гдяди попадут в голову. || Относиться. ГТТ. Хальхи çамрăк çырăва вĕренет те, вăл-ку çинчен калать те, этемме пурне те пĕр евĕрлĕ пăхма хăтланать те, вăл ватăсен кăмăлне каймасть. || В чувашизмах. Сред. Юм. Эс ним тума аптраса пăха тăран (с повышением голоса на «пăха») çанта! Ты (говорит про себя) стоишь, не зная, что делать. Алик. Икĕ хутлă çурт йăтăнса ларать, пăхма та çук! Высится страсть какой двухэтажный домище! N. Этем пăхма çук, çын вилли çта килнĕ — унта. Везде навалены трупы — видимо-невидимо. Хурамал. Салтак каланă: айта ан чарăнăр, хăвăрăнне пăхăр, тенĕ (делайте свое дело, не переставайте). N. Ку ача ашшĕне пăхнă. (Уродился в отца). N. Ку ача, ашшĕне пăхсан (если будет в отца), куштан пулмала-ха (пожалуй). Сред. Юм. Йăхне пăхсан, пит чейе полмалла. Если судить по его предкам, то и он должен быть очень ловок в делах. Изамб. Т. Амăшне пăхсан, вĕсем те хаяр пулмалла. Судя по матери и они (дочери) должны быть сердитыми. Альш. Пăхмасăр калама вĕреннĕ. Выучил наизусть. СТИК. Э, пăхса та курăнмаст-ха, тахçан çын пулĕç! Когда-то еще они (дети) вырастут. IЬ. Мункуна сăра тăвасчĕ. — Э, пăхса та курăнмаст-ха (до праздника еще долго), ĕлкĕрĕпĕр. N. Суккăр çын ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса пурăнат. Слепец весь свой век живет в зависимости от других. БАБ. Мĕн тума пăхан вĕт (что поделаешь, ничего не поделаешь): кĕрессе пăтпа кĕрет те, тухасса салатникпе тухат, теççĕ. Альш. Эпĕ хам чассие Хусантипе пăхса лартрăм. Я поставил свои часы по казанским. Скотолеч. 14. Пăхма лаша сывă пек. На вид лошадь кажется здоровой. Питушк. Лайăх, пăхмалли те çук! Очень хорошо. Бес. чув. 2-3. Эсĕ мĕн пăхан, Хайрулла? Акă аçуна каласа кăтартам-ха! терĕ Микулай. Что ты подсматриваешь, Хайрулла? Вот расскажу я отцу и попадет тебе. Орбаш. Тимĕрç пуçне шăратрĕ те, пулчĕ лаша, пăхма та аплах мар. N. Епле апла хăй тавра? Ху йĕрӳ тавра епле çаврăнма пăхатăн? Как ты можешь обернуться вокруг самого себя? || Употребляется в качестве вспомог. глагола. ЧС. Кĕрĕк тăхăнса кăмака çине те хăпарса выртса пăхатăп, çапах та ăшăнаймастăп. КС. Туртса пăх-ха, эп сана! Попробуй-ка покурить, тогда я тебе задам. N. Тĕрлĕ çын тĕрлĕ шухăшласа пăхать пулĕ. Юрк. Лар ĕнтĕ! пĕрер чашкă ĕçсе пăх! Присаживайся, выпей чашечку (чаю). IЬ. Хуранпа тиркине кăшт аллипе тытса пăхат (дотрагивается). IЬ. Унта-кунта пăхкалат, пĕр япалине ниçтан тупаймас; хăйпе пĕрле юнашар ларса пыраканнине: эсĕ курмарăн-а? тесе ыйтса пăхат (спрашивает). IЬ. Хăш-хăш тĕлтисем вырăнĕ-вырăнĕпе пĕр-пĕринчен пăртакçă урăхларах та тукаласа пăхаççĕ (справляют свадьбу несколько иначе). IЬ. Ваçук, пĕреххут тĕтĕрсе пăхăн-а? тет арăмĕ упăшкине. Трхбл. Эпĕ çĕвĕç патне пиншак тăхăнса пăхма кайрăм. Я ходил к портному примерять пиджак. ППТ. Луччĕ акă тата çапла тăвса пăхар-ха... Лучше попробуем сделать вот так. Орау. Тарçа, тытиччен, малтан апат çитарса пăхма хушнă (чтобы испытать его ретивость в работе). Бес. чув. 2. Мĕн эсир çав тĕрлĕ хĕнетĕр лашана, вара çав тĕрлĕ хĕнеме юрать-и? Кӳрĕр-ха, хăвăра çапла ватса пăхам (ну-ка, я вас самих попробую также поколотить)! В. С. Разум. КЧП. Вĕсем пĕрре те спектаккăль ларт а хăюланса пăхманскерсем,

пăхан

(-h-), район управления (губерния, уезд и т. под). Якейк. Етĕрне пăхан, Ядринский уезд. IЬ. Хосан пăхан, Казанская губерния. IЬ. Кăçал Чĕмпĕр пăханче тырă полман, теççĕ. Говорят, что нынче в Симбирской губернии не было урожая. IЬ. Пĕр пăхантах порăнатпăр. Мы живем в одном уезде (или: приходе).

пăшлат

пыхтеть, тяжело дышать. Никит. Пĕтĕм чĕрĕ чун аран пăшлатса тайкаланса çӳрет (в засуху). Çутт. 68. Пĕр сикмесĕр пăшлатса выртаççĕ. Малт. шк. вĕр. фис. 138. Вут кимĕ аяккисенчен пăс пăшлатса тухнине сăнăр.

пăшал

(пы̆жал), ружье (от русск. пищаль). Панклеи. Йăван салтаксам выртнă çĕреле пăшалне персе хăварать. КС. Пăшал каймарĕ, осеклось; пăшал тапать, отдает. IЬ. Мăн çăварлă пăшал, с широким дулом; ик çăварлă пăшал, двустволка. V. S. Ăшĕнче винтă пăри пек аяклă пăшал, винтовка. Абыз. Пăшалпа персе вĕлерттернĕ. Тораево. Пăшалне персе янă, пăшал тĕтĕмне усалсем тытайман. Из ружья выстрелил, черти не поймали дыма. N. Эпир пăшал пени чул тепри пăрçа та акман пулĕ. (Из писем). Собр. Тӳлеме хый каланă вăхăтран пĕр минут кая юлсанах, кам çитейманнийăн ятне пăхса, юнне пăшалпала перет, тет те, çав çын вилет, тет. N. Юлашкинчен пăшал çапса хăвараççĕ. Перев. Пирĕн çĕлĕксем асра та çук; эпир каллах, пăшал айне кĕрес мар тесе, пĕтĕм вăйпа тартăмăр. Нюш-к. Пăшал тапать (выстрела не получается и разрывается казенная часть). Сред. Юм. Пăшала ал вĕççĕн тытса персен, пăшал калла тапса кăкăра кӳпчекпе перет. Тип-Сирма. Пăшалпа персе пăрах, застрелить на смерть. N. Пăшал персе ярас, выстрелить. Вута-б. Пăшал çăварĕ, дуло; пăшал кĕпçи, ствол; пăшал хулли, шомпол; пăшал куракĕ, курок; çăра, замок; курак вĕçермелли, собачка или лайка; пăшал куч тимри, приклад; кĕпçе варри, прицел; пăшал тĕллемелли, мушка. N. Пăшалпа вĕрентеççĕ. Учат ружейным приемам. Баран. 64. Унтан çатан патне упаленсе пынă та, хуралçи урăх енелле пăхса тăнă хутран пăшалĕпе тĕллесе хуралçине яра панă. N. Пăшал каймарĕ. Ружье дало осечку. КС. Пăшал кĕпçи, ствол; кĕпçе ани (или: çăварĕ), дуло; чĕме, пăшал чĕми, прицел; пăшал кучĕ, ложа; çăри, замок; алтанĕ, курок; пучунккă, стержень, бабка; кут пăти; пăшал çакки, погон; пăшал хулли, шомпол. || Так называют хвост кошки. Орау. Кушака пĕçертĕм те, чӳречерен пăшалне тăратса тухса сикрĕ. IЬ. Пăшална тăратса çӳреттерем! (Гов. кошке)

пăшăл

(пы̆жы̆л), подр. шептанию. Ст. Чек. Пăшăл-пăшăл калаçаççе. N. † Пăшăл-пăшăл тăваççĕ, мана çекен (= çиекен) мар-и çав? Альш. Эсир пăшăл та пăшăл тăватăр (шепчетесь), ман лашана вăрлатса кайман-и-ха, тет. Ст. Айб. † Пăшăл-пăшăл хĕр сасси, хĕрсем тухса каймаççи? Байгул. Пĕр карчăкпа пĕр старик пăшăл-пăшăл тăваççĕ. Пусма айĕнче качаки меке-екек теейрет. Бур. † Вăштăр-вăштăр çил вĕрет, çатан витĕр мар-ши çав? Пăшăл-пăшăл сăмахсем пирĕн çирен мар-ши çав? N. Çывăрма выртсан вара пăшăл-пăшăл, калаçаççĕ, нимĕнле çывăрса каймала мар.

пăшăлтат

(-дат), шептаться. М. Тув. Мăшăр-мăшăр хĕрпе каччă пăшăлтатса пыраççĕ. СЧЧ. Пĕр-пĕринпе еррипен пăшăлтатса калаçатпăр, тет. Шорк. Иккĕшĕ темскер пăшăлтатаççĕ çавăнта. СТИК. Мĕн пăшăлтататăр? Чего вы там шепчетесь? IЬ. Мĕн пăшăлтатаççĕ çавсем? Что они шепчутся? Орау. Пăшăлтатса кулаççĕ, тихо смеются, шепчутся и смеются. || Шелестеть (о листьях). Ир. Сывл. 32. Пăшăлтатса ларакан йăвăç çулçи ăшĕнче шăпчăк юрра пуçламан. || Копошитьсч. МПП. || Пыхтеть (о тесте). N. Чуста пăшăлтатать, хăпарать пулмалла.

пăшăрхан

(пы̆жы̆рhан, пŏжŏрhан), быть в подавленном состоянии; скорбеть, тосковать, печалиться, беспокоиться. См. укалан. N. Ăш-чик питĕ пăшăрханат. Сред. Юм. Çын малтан ĕçне туса, кайран: амма турăм-ши, тесе шокăшлать пôлсан, пăшăрханать, теççĕ. IЬ. Окçа нăмай ятăм (истратил) тесе, тек пăшăрханать (не спокоен). Ст. Шаймурз. Çав ача çакă тĕлĕке каланă чух асламăшĕ ватă пулин те пăшăрханса ларнă. N. † Ăшăм-чиккĕм пăшăрханат, йăвăр хуйхă кĕтет пуль. Изамб. Т. Пĕр-пĕр япалине çухатсан, çын пăшарханат (беспокоится). ЧС. Ĕлĕк/çамрăк чух эсĕ мана тăрантарса усрасшăн, ырă çын тăвасшăн нумай пăшăрханнă пулĕ. Якейк. Пĕр-пĕр çын патне орăх çын пырсан, кил хуçин онпа калаçма вăхăт çок полсан та, она (чтобы не ставить его в неловкое положение) илет, хăй пăшăрханать. Хурамал. Маншăн ан пăшăрхан (= ан кулян). Календ. 1911. Цеппелин пит хуйха кайнă, анчах халăх та унтан кая пăшăрханман. Шурăм-п. Çынсем пурте: мĕнле хĕле ирттерĕпĕр, тесе, пăшăрхана пуçлаççĕ (в виду сухого года). || Расстраиваться. Е. Орлова. Мĕшĕн пăшăрханан-ха эс? Что ты расстроился? Янтик. У хыпара илтсен, пит пăшăрханатчĕ-ха у: тем туса хăтăлас, тесе. Пшкрт. Темĕн чон пăшăрханат (озноб). КС. Темме ман чун пăшăрханать (человек видит в себе недостатки и упрекает судьбу). ЧС. Эпĕ тавăрăнсан, Митри питĕ пăшăрхана пуçларĕ, анне: ачам, вилетне мĕн, тесе чĕнчĕ те, аннене хирĕç, пĕр сăмах та чĕнеймерĕ. || Обижаться. КС. Çав пама пулнă япалусене паманшăн кĕрĕвӳ (кĕрӳвӳ) пит пăшăрханать (приличная форма для выражения недовольства).

пăшăрхантар

(-дар), заставить печалиться. Сёт-к. N. Апла пĕр-пĕрне пăшăрхантарас мар тесен, пирĕн пĕрлешес пулать.

пĕшт

подр. вспышке (напр., пороха). КС. Кăвар çине пĕр тар пĕрчи пăрахрăм та, пăшт! терĕ (слабее чем пашт). См. пашт. Б. Олг. Спичкă пăшт! тесе чĕрĕлсе каят. См. шорт, чарр, чарт. || Подр., соотв. русск. «пшик». Сред. Юм. Пĕчик хĕртнĕ тимĕре шыв ăшне чиксен, пăшт! тăвать. || Подр. шуму пара, вылетающего из отверстия в крышке вскипевшего самовара. Б. Олг. Сăмовар вĕресе çитсен, çӳлти шăтăкăнчен пăшт, пăшт! тесе пăс тохса каят. || Подр. ожогу. ГТТ. Ан тив вĕри карттахвие, вăл аллăна пăшт (у Уганд. — пăш) тăват. «Не тронь горячий картофель, он обожжет тебе руку». || Подр. притиханию, утиханию. Сред. Юм. Паçăр мана хирĕç чанккать анчах, пĕр-ик сăмах вирлĕрех килсе каларăм та, пăшт полчĕ. || Подр. тихой и легкой смерти. КС. Пăшт вилсе карĕ. Умер легко.

пĕкече

(пэ̆гэζ), дужка (напр., у зыбки), лук для пускания стрел (с мар.). Шибач. Сăпка пĕкечи. N. † Уртăш йывăç пĕкечи, хурама хуппи шăнарши. Т. II. Загадки. Пĕчĕкçеççĕ пĕкече пĕтĕм хире çавăрать. (Çурла). IЬ. Хура таканăн пĕр пĕкече. (Хуран). N. Ешчĕк пĕкечи. СПВВ. ЕХ. Пĕкече — кăрманăн пысăк хулăран авса туни. СПВВ. МС. Пĕкече — дужка у замка. СПВВ. КМ. Пĕкече = сиктĕрме. Шалча-к. Пĕкече, дужка зыбки. Мочи-к. † Ик холхара кĕмĕл алка, пĕкечи хуçăлч — пăрахас поль. || Вязовое или дубовое кольцо у бороны или на конце веревки, употребляемой для таскания соломы с гумна. Трхбл. Сӳре пĕкечи, улăм пăяв пĕкечи.

пĕл

(пэ̆л, пэ̆л'), знать. Якейк. Вăл вырăсла чăвашлинчен хыт(ă) пĕлет. Он знает лучше по-русски, чем по-чувашски. IЬ. Вăрланă япалая пĕлсех илч вăл (купил заведомо краденную вещь), хам та пĕлетĕп. IЬ. Вăл паян конта килет-и? Тем, пĕлмĕп (не знаю). Б. 13. Пĕлмерĕн — пĕр сăмах, пĕлтĕн — çĕр сăмах, теççĕ. (Послов.). Ала 93. Çаксене вăл хăй пĕре те пĕлмен, унăн тăван пичĕшĕ кайран ăна мĕн пулнине кала-кала кăтартнă. N. Юмăç, пĕр каласан (одним словом), нимĕн те тăва пĕлмест. Юрк. Çук, эпир пĕлместĕпĕр, урăх çынсенчен ыйтса пăхăр, теççĕ. Кĕсем тата çынна ытти çынсенчен те ыйтса пĕлеççĕ (пăхаççĕ). IЬ. Пĕлмесен, пире çыру пĕлменни кирлĕ мар. Если ты не грамотна, то нам таких не нужно. N. Лешсем пĕлми (неизвестным) ют чĕлхепе сырнă кĕнекесене вуласшăнах пулман. N. Хĕрсем кам упăшки пулассине пĕлесшĕн тăрăшаççĕ (гадают ка святках). Бур. † Мĕншĕн шавламастăр, кĕрлеместĕр? Элле хуçи ятне пĕлмесре? N. Телейне пĕл те, Мускава кай. СТИК. Эс хăвăнне пĕл, çынне пĕлсе ан çӳре, сан ĕç çук кунта! Не твое дело, не в свое дело не суйся! Сред. Юм. Пĕлмен-илтмен çын мар вит. Небольно какой-нибудь незнакомый. IЬ. Пĕлмен-илтмен çынна епле хваттер ярас ăна? Как пустить на постой незнакомого человека? N. Ăна пĕлмесĕр суйларĕç. N. Пĕл те ан пĕл, ан пĕл те пĕл. Регули 340. Эп сантан пĕлнĕ полăп. Я притворюсь, что узнал от тебя. IЬ. 94. Вăл пырассине пĕлес çок. IЬ. Пĕлнĕ çĕрте илтĕм. IЬ. 211. Пĕлнĕ çынтан илтĕм. IЬ. 212. Пĕлнĕ çĕре патăм, пĕлнĕ çын патне патăм. IЬ. 1072. Эп кона он хотинчен (хотинченех, по походке) пĕлетĕп. IЬ. 1075. Эп кона пĕр старик попленинчен (поплесе кăтартнинчен) пĕлетĕп. IЬ. 114. Тыр сотассине вăл пĕлмест. Якейк. Ятлама та пĕлес çок. Собр. Этеме этем мĕн каламĕ, ăна турă пĕлсен анчах, теççĕ. (Послов.). N. † Выляма тухман хĕрсене карчăк тесе пĕл ăна, пĕл ăна. Юрк. Атя пухăва, унта пире пуху хăй пĕлнĕ пек (по своему усмотрению) уйăрса парĕ. N. Килтисем çинчен пĕлменни тăват ойăх ăшăнче. Уже четвертый месяц как нет известий из дома. Н. Карм. Эсир пĕлекен Е. М. Петров. (Конец письма). Орау. Урăх нимĕн те çырма пĕлместĕп. Больше писать нечего. В. С. Разум. КЧП. Апла эппин, эпĕ пĕлмен те. СТИК. Ыйтса пĕленçи пек тăват. Сред. Юм. Пайтах пĕлекен çын пик пĕленçи пôлса ларать тăта... Альш. Ку таврара Сĕвене Чĕмпĕртен пуçласа Пăва патне çитиччен пĕлеççĕ пĕлекен, еплине. N. Çырăва пĕлекеннисем пĕри те хăйсен законĕ кĕнеки «корансăр» çук. Байгул. † Пирĕн атте пĕлменни! Пĕлмен çĕре хĕр пачĕ. Баран. 15. Вилессе-юласса пĕлмесĕр Литвапала çапăçрăн. N. Ӳтне исе çитеретĕп, чунне — пĕлместĕп. Ыраш 78. Халĕ пĕлет, малалла карăмăр ĕнтĕ, нимле ĕç те хăрушлă мар тин, тет. || Замечать, узнавать. Ала 30. † Çак ял çулĕ вăрăм çул: çул вăрăмне пĕлмерĕмĕр, хĕр вăрăмне пĕлтĕмĕр. N. Эпĕ онăн ăсне пĕлем. Узнаю-ка я его намерение. Орау. Эсĕ, халь кайсан, мĕн пĕлмелле, эсĕ халь пĕчĕкçеç. || Быть знакомым (с кем). N. Эпĕр пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Мы хорошие знакомые. || Уметь. Пшкрт. Апла касса пĕлместĕп. Никит. Кăмписĕне хĕле те çиме пĕлĕтĕмĕрчĕ. Грибы-то мы сумели бы съесть и зимою. N. † Çĕлетиччен çĕлетессĕн сунмарăм, çĕлетсен тăхна (= тăхăна) пĕлмерĕм. Çутт. 143. Мĕнле килме пĕлтĕнех? Эсĕ килессе эпĕр тахçанах кĕтсе ларатпăр. Регули 87. Ĕçе тăвасса (ĕç тума) пĕлмест вăл. Альш. † Лайăх-лайăх хĕрсене тус тусаттăм, калаçа пĕлмесĕрех сивĕтрĕм. || Мочь. ЧС. Анне турăш умĕнче выртнине курсан, сак çине ӳкрĕм те, тăрата пĕлместĕп, уласа макратăп. N. Çисе тăрана пĕлми çын, ненасытная утроба. Ал. цв. 24. Хĕр чарăна пĕлми хуйха ӳкет. || Думать, принять, предполагать, признавать, считать. N. Пирĕн ача çак çурта курнă та, хула тесе пĕлнĕ. (Такмак). Кратк. расск. 19. Египетри пуçлăх пире: çĕр сăнаса çӳрекенсем, тесе пĕлчĕ; эпир апла çынсем маррине ахаль ĕненмерĕ вăл. Юрк. Чикан майри те хăй упăшки вырăнне, юнăшпа пĕлмесĕр, хура чăваша тытса чарнине курсан, хăнчен хăй вăтанса: эпĕ сана хам упăшкам-тăр, чикан-тăр, тесе пĕлсеттĕм, тет. N. Мĕншĕн апла тесе пĕлетĕр эсир? Ст. Чек. Пуян тесе пĕлеççĕ, считают его богатым. IЬ. Эс эп унта кайнă тесе пĕлетне-ха? || Утверждать. Канаш.р. Вĕсем: сана сута панă, тесе, пĕлеççĕ. Они утверждают, что тебя отдали под суд. Синерь. Старик каларĕ, тет: эй, кин, эсĕ тĕлĕкри пурăнăçа мĕн пĕлен, пустуй, пирĕн аш çук (что ты говоришь о снах, у нас мяса нет), терĕ, тет. || Разбирать, разбираться в чем. АПП. † Кунне те, çĕрне те пĕлместĕр çичĕ юта пĕлĕш тăвасшăн. || Догадываться, соображать. Сорм-Вар. Хĕрĕм, эпĕ эсĕ каланине пĕлеймерĕм. N. Эсĕ Хусана кайнă чух ман патна (= пата) кĕрсе тухасса пĕлмен иккен. Орау. Кăшт пĕлимарăм, капларах тумалаччи кăна? N. Хăвăр пĕлсе хăвăр пурăнăр. || Понять. Тогаево. Эпир вăл мĕн каланине пĕлмерĕмĕр. Ачач 102. Мĕн пĕлен пысăккисем калаçнине, тесе чарса лартрĕ амăшĕ. Шурăм-п. По-заводски хытланатпăр çав эпир, пирĕнне пĕлеймĕн, тесе калать, тет. || Проучить. Тип-Сирма. Чĕнмесĕр пынă хăни хăй ăшĕнче: тăхта-ха, каç пулсан, эпĕ сана пĕлĕп-ха (я тебя проучу), тесе каларĕ, тет. Рак. † Чăвăш-чăвăш чĕн пушă, пĕлĕпĕр эпир ут çине; кунтан усал пулсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине. || Чуять; чувствовать, осязать. Якейк. Эпĕр ĕнер нимне пĕлми ĕçнĕ. Мы вчера напились до бесчувствия. Хăр. Паль. 21. Пĕрре вăл, Ваçук, пĕлмиех ĕçсе ӳсĕрĕлнĕ. Хора-к. † Çак ял вăрмань çырлаллă; çакă ялăн хĕрĕсен, çырла ăшшăнь (= тюрк. ӳчӳн, из-за) çӳресе... Çĕнтерчĕ 6. Эпĕ кăчăртатнине пĕлместĕп. Янтик. Темĕскерле ал ман, хăй çине хĕртнĕ тимĕр хурсан та пĕлмест. П. Патт. 21. Ку ним пĕлмиччен хĕпĕртесе кайнă. N. Урана та пĕлекен пултăм. Стал чувствовать, что у меня есть нога. ЧС. Эпĕ пĕр юман котне лартăм та, йĕме те пĕлместĕп, хам хытса кайнă. N. Тулта çӳренĕ чухне вăсем (дети) хырăм выçнине те пĕлмеççĕ. || Обонять. Янтик. Ну, кунта пит шăрш килет. — Çук, эп кунта ним шăрш та пĕлмесп (или: мана ним шăрш килмес-çке). IЬ. Малтан килсенех темскер шăрши пур пекчĕ сирĕн патăрта, халь, те иленнĕрен, сăмса ним те пĕлмес, те ахаль пĕлми пулчĕ. || Предвидеть. N. † Урхамахсем сĕлĕ çияççĕ, шăлĕсем шанасса пĕлмеççĕ (не знают, что набьют оскомину). || Обращать внимание. Тим.-к. Çиленнине мĕн пĕлен, что обращать внимание на то, что сердится. || Употребл. в чувашизмах. Сред. Юм. Сан çиç пôль ача, пĕлнĕ хăй ачипе, тем тăваттăм пôль эп сан ачупа. IЬ. Пĕлнĕ пĕр хăй аппăшĕпе. СПВВ. Х. Пĕле пĕлсен апла тумăттăм. Уфим. Е хăйсем курсан, мĕн тăва пĕлĕн? А что ты будешь делать, если они тебя увидят? Юрк. Пур япалисене («добро») те тиесе пĕтерсен, пӳртрисем те туй халăхĕсене валли пăтă пĕçерсе, сĕтел çине лартса, туй халăхĕсене тăраначчен çитерсе, пит хытă ĕçтерессе пĕлеççĕ (знай угощают, знай напаивают). IЬ. Сиессе кăна пĕл! Знай себе ешь! IЬ. Çук çын хăйĕн начар лашипе суха сухалат. Лаши, вăйсăрскер, сухине кăшт туртсанах, ялан чарăнасса пĕлет (только и знает, что останавливается; то и дело останавливается). IЬ. Мĕшĕн эсĕ япла-капла куллен-кун эрех ĕçсе ӳсĕр çӳретĕн? Епле пĕртте чарăна пĕлместĕн? (Как это ты не можешь бросить пить?). СТИК. Киличчен — килмес, килсен — туха пĕлмес. (Куç умĕнчен кая пĕлмерĕ). Эти фразы выражают недовольство говорящего тем, что кто-то постоянно вертится на глазах или надоедает постоянными посещениями. IЬ. Начар çын тытăнсан, ĕç пула пĕлмес. Если примется за дело плохой человек, то дело не идет на лад. N. Мĕн тăва пĕлес манн? Что мне делать? Янш.-Норв. Çавăнтан кайран çав Селуха карчăк пичче патне мар, ахаль чухне те килесси-тăвасси пулмарĕ, унччен пирĕн патăртан тухма та пĕлмесчĕ (безвыходно жила у нас). М. Шигаево. Пирĕн вăрман питĕ пысăк: кĕрсе кайсассăн, çĕтсе каймала, тохма та пĕлес çок (и не выберешься из него). N. Эс кайсан, ман ни ана çинче тăрас килмес, ни каç пула пĕлмес (ждешь, не дождешься, когда настанет вечер). N. Ку лачака пĕртте типе пĕлмерĕ. Это болото так и не высыхало? Сред. Юм. Çăмăр иртсе кая пĕлмерĕ паян. Сегодня весь день не перестает дождь. IЬ. Пукени пик пуçтарса яр сана, ху ним те тăва пĕлместĕн! Наряжай тебя, как куколку, сама ничего не умеешь делать! N. Пĕле пĕлсен, çаврака ухмахĕ эпĕ марччĕ: вĕсем хăйсем нимĕскер те пĕлмеççĕ. N. Ылттăн мерчен çĕррине хăй еркĕнне панине курсан, патша тĕлĕнет; пĕлсен, пĕлми çиленет...

пĕлсе тăрат

ставить в известность, осведомлять. Юрк. Мĕн çинчен çырассине малтанах пĕлсе тăратат. IЬ. Чăвашсене курнине пĕр хăй пек çырăва пĕлтересшĕн пулнă. || Обозначать. К.-Кушки. Вăл ят пĕр курăка кăна пĕлтерет-и, е темиçе курăка пĕлтерет-и? Обозначает ли это название одно растение или несколько? N. Вăл çав çырăва, сана хăй шухăш(ĕ)сене ан пĕлтерĕм тесе, пытарнă. Он скрыл это письмо, чтобы вы не узнали об его намерениях.

Пĕлеп

прозвище мужчины. Рак. Пĕр çынна пирĕн ялта пур япала çинчен та пĕлеп тесе калаçнăшăн, Пĕлеп тесе хушамат кăларчĕç. Орау. Пĕлеп Якку.

пĕлĕт

(пэ̆лэ̆т, пӧ̌л'ӧ̌т'), небо. Г. А. Отрыв. † Кунĕсем пĕр уяр, кунĕ уяр, уяр пĕлĕт хушшинчен çил вĕрет. N. Хăш чухне пĕлĕте çумăр пĕлĕчĕсем хупласа илеççĕ. Сунт. Пĕлĕтелле пăхса тĕлĕрнĕ. Ст. Чек. Пĕлĕт ĕлĕк çĕртен инçе мар пулнă, пĕри авал аслăк çине хăпарнă та, ача пăхне çăккăрпа шăлса хĕстерсе хунă, вара пĕлĕт вуник сутка мĕкĕрсе хăпарнă, тет. БАБ. Ĕлĕк пĕлĕт пит лутраччĕ, тет: аслăк çӳлĕшĕ анчах пулнă, тет. N. † Çĕнĕ пӳртĕн тĕтĕмне пĕлĕт илет парнене. N. Пĕлĕт таса. Небо чисто. ГТТ. Пĕлĕт çичĕ хутлă, пĕлĕт хуппи уçăлать, кăвак хуппи уçăлать, пĕлĕт тарать; пĕлĕт çийĕ, айĕ, кăвакĕ, тĕттĕмĕ, хура, сарă, сивĕ, ăшă. N. Касăрмара мар, пĕлĕтпе тан сăрт тăринче окопра выртатпăр. N. Пĕлĕт туртса килет. Небо затягивает тонкою пеленою. Ст. Чек. Пĕлĕт çинче пĕр пĕлĕт çук. На небе нет ни облачка. Орау. Пĕлĕт тăрнче (тăрне) шыв та юлмарĕ пуль: çăмăр пит нумай çурĕ. Юрк. Пĕлĕт аякра тĕтрелĕ курăнсан, уяр пулат. Ачач 110. Чечексем нумай çĕре чăсăлса выртать те, кăвак пĕлĕтелле пăхма тапратать. Ал. цв. 3. Унăн витĕр пăхсан, мĕн пур пĕлĕтри илем курăнтăр. Чув. пр. о пог. 166. Пĕлĕт хăймаланать, небо принимает молочный цвет, сметанится (от хăйма — сметана, сливки). Нельзя ли видеть здесь подобие «забеливания» щей молоком или сметаной? || Облако, туча. N. † Тăваткăл шур тутăр вĕçтернĕ чухне, уяр çанталăк пĕлĕт туртрĕ. Чăвашсем 20. Тата телейлĕ çын пĕлĕт (облако) тупат, тет. Вăл пĕлĕт пит выйлă çумăр çуса кайсан тупăнат, тет. Вăл çумăр çунă чух çумăрпа пĕрле ӳкет, тет. Вăл сутĕн (студень) евĕрлĕ çеп-çемçе те, анчах пит шурă пулат, тет. Ăна тупсан вара кĕленче савăт çине ярса усрама кирлĕ, тет, вăл кĕленче çинче, çумăр пуласса сиссен, хăпарса каят, тет, уяр пуласса сиссен, типсе лапчăнса, пĕрĕнсе каят, тет. Çав пĕлĕт тупнă çын, аллисене çав пĕлĕтпе сĕркелесен, вăл çынна вара ĕç патĕнче никам та ĕçлесе çитереймеçт, тĕт: вăл çын ĕçе пит хăвăрт тăвакан пулат, тет. Б. Олг. Пĕлĕт аякран йохсан, сомăр полат. Шел. П. 18. Ӳсет пĕлĕт ӳснĕ пек халь (чит. халĕ) унта вăй-хăват. IЬ. 34. Тĕрĕксемпе малашне пĕлĕт (не пĕлĕш?) пекех ӳсеççĕ. Дик. леб. 40. Хура пĕлĕт хупласа килет. Собр. Çăмăр çусан, каçпала уяртсан, çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. IЬ. Уйăхсам тĕлне пĕлĕт туртсан, пире асăнмасăр ан тăрăр. Нюш-к. Инçетре пĕлĕтсем кăвакарса кайнă. Аслати ăлтать, çиçĕм çиçет. Шăна чир. сар. 17. Апат çиекен пӳлĕмсенче тасатман пулсан, шăнасем яланах пĕлĕчĕпех вĕçсе çӳреççĕ (целыми тучами). СТИК. Пĕлĕтсем ĕне чĕлхи пек пулчĕç. Облака расположились узкими полосами, оставляя промеж себя синие полосы чистого пространства. Изамб. Т. Хĕвел тухăçĕ хĕрелсе пĕлĕте ларсан, çумăр пулат. IЬ. Эпир кĕтме тухас каç (каçпала) пĕлĕт хупласа илчĕ. IЬ. Ав пĕлĕт хăпарат. IЬ. Пĕлĕт шăват (двигается); пĕлĕт хăпарат (поднимается); пĕлĕт туртат (близко к дождю). IЬ. Пĕлĕт çинелле пăха пуçларăмăр. Шел. 72. Хурт-хăмăрсем... çӳçе кăчăкисене пĕлĕт пек сырса илсе... сĕрлеме... тытăннă. Шурăм-п. Кĕвенте çăлтăр патĕнчен пĕр пĕлĕт татки иртсе кайнине астăвса пыратăп. IЬ. Иртнĕ каç ала-çăлтăра пĕлĕт пусса илчĕ. N. Пĕлĕт çинче хура пĕлĕтсем юхатчĕç (шăватчĕç). По небу неслись тучи. ЧС. Вара пĕр çумăр пĕлĕчĕ тухрĕ. Ст. Арабоси. Пĕлĕтсем анчĕç. Нависли облака. Альш. Пĕлĕт чупат. Облака несутся. Ст. Шаймурз. Хĕрарăм патша, пыра-пыра, икĕ пĕлĕт хушшине пырат, тет. Чув. пр. о пог. 2. Хĕвел пĕлĕте ларсан, пĕлĕтлĕ пулать, çанталăк йĕпене каять, çăмăр пулать. Если солнце садится в тучу — будет облачно, погода к ненастью, будет дождь. IЬ. 167. Пĕлĕт каркаланать, облака связываются. Пĕлĕт ярăмланать. Небо делается полосатьм. Пĕлĕт ярăмланать — означает также полосы дождя, видные на горизонте. Сущ. названия сложн.: çӳхе ярăмлă — перисто-полосатые; сайра ярăмлă — перисто-кучевые облака, расположенные рядами. IЬ. Ярапаллă пĕлĕт, облако бахромою; особый вид перистых облаков, образующийся при восходе и закате солнца. При этом наблюдается следующее: при закате облака образуются на западе, идут от солнца, образуя длинные, загнутые на конце ветви, при восходе вместо этого они образуются на востоке или юге; бывают алые. Обыкновенно бывают эти облака в сухое и тихое время. Если при восходе они очень красны — к дождю. После восхода они пропадают. IЬ. Вĕçкĕн пĕлĕт, щеголеватое облако. IЬ. Кăтра пĕлĕт, кудрявое облако. IЬ. Сайра пĕлĕт, редкие облака, отдельными клочками. IЬ. Çăмăр пĕлĕт(ĕ), туча, дождевое облако. IЬ. Тикĕс пĕлĕт, плоское облако. IЬ. Типĕ пĕлĕт, сухое, бездождное. IЬ. Хытă мар пĕлĕт, пушистое, размытое облако. IЬ. Хулăн пĕлĕт, тачка пĕлĕт, толстое облако. IЬ. 168. Сурăх çу пек пĕлĕт, как баранье сало (на щах), мелкие высокие кучевые облака — к вёдру. IЬ. Кăпăш пĕлĕт, рыхлое облако, как вата, с нерезкими очертаниями (противоположно хытă). IЬ. Хурт карасĕ пек пĕлет, как пчелиные соты, появляются перед обедом. Если из них образуются синие облака, не особенно толстые — к дождю, а если пропадают — к вёдру. IЬ. 166. Çӳхе пĕлĕт, тонкие облака, сквозь них видно голубое небо; бывают различной формы; кажется, перистые облака. IЬ. 3. Хĕвел хулăн пĕлĕте ларсан, тепĕр куннех çăмăр пулать. ТХКА 11. Савăт хашлат, труписенчен кăвар, тĕтĕм тухса, кăвак пĕлĕтпе хутшăнать. Савăт тĕтĕмĕ кăвак пĕлĕтпе тĕнчене сарăлать. Ачач 71. Çӳлти, çич хут пĕлĕт тăрринчи илемлĕ рай. N. Паян кунĕпех пĕлĕтсем юхаççĕ. Сред. Юм. Çăмăр çуса чарăнсан, çăмăр пĕлĕтне: карланса кайрĕ, теççĕ. IЬ. Пĕлĕтрен çăмăр ярăмланса çуни корăнсан калаççĕ: пĕлĕт ярăмлана пуçланă. (Указывает на падение дождя в одном месте, как оно представляется на далеком расстоянии). Сред. Юм. Пĕлĕт таткаланса карĕ. (Çăмăр çуса чарăнсан, уçă вырансем курăна пуçласан калаççĕ). СТИК. Хĕвел анăçĕнче каçалапа пĕлĕтсем ярăм-ярăм тăраççĕ; е çумăр пĕлĕчĕ тăсăм-тăсăм тăрать — çавна: пĕлĕт ярăмланчĕ, теççĕ. N. Пĕлĕт пусса илет. Надвигается облако. Турх. Пĕлĕт также означает губку: пĕлĕт татăлса ӳкет!

пĕлтĕр

(пэ̆л'дэ̆р), прошлый год. Регули 1425. Онăн пĕлтĕрех саплас полатчĕ, вăл халь те сапламан. Якейк. Пĕлтĕрсенче эп она корсаччĕ. Кан. Пирĕн ялта пĕлтĕрсенче сăмакун аппарачĕ питĕ хунаса кайнăччĕ. IЬ. Ун çинчен эпĕр, 8 çул вĕренмелли шкулта ĕçлекенсем, пĕлтĕрсем те илтнĕ. IЬ. Этмен ачи (почтальон) пĕлтĕрсем пĕр эрнере иккĕ пырса тухатчĕ. Сёт-к. Кив хатан = пĕлтĕртен йолнă корăк.

пĕпĕр

то же, что пĕр-пĕр. Пшкрт. Пĕпĕр çын, кто-нибудь.

пĕр

(пэ̆р), подр. звуку поднимающейся ветром пыли. Сред. Юм. Пĕр каç çил килчĕ те, тôсана пĕрр! вĕçтерчĕ те, куçа пĕтĕмпех кӳртсе тôлтарчĕ. IЬ. Хоралăç тôсан пик пĕр çиç вĕçсе кайрĕ (от удара палицею), тет. || Подр. взлету птиц. Альш. Пĕр! вĕçсе каяççĕ тата хăш-хăш чухне (утки).

пĕр

(пэ̆р, пӧ̌р), суживать. || Стягивать. Ст. Чек. Хуртне тăкса, хуртланнă тĕлне пĕрсех илет (кикен тымарĕ, стягивает и вылечивает). Хăр. Паль. 37. Хĕвекла питне пĕрсе пăрахнă. N. Карчăк карчĕ, тет те, кĕсем унăн çăварĕнче, тет. Асанне, аранчĕ (немного) пĕр ĕнтĕ çăварна, капла тутине-масине те пĕлеймĕн, тесе каларĕ, тет. Ку пĕрнĕ çемен пĕрет, тет, пĕре-пĕре ку урхамахпа вăш тусă тухать, тет. Ст. Чек. Çăварна пĕрĕп. Я тебе зажму рот (ругающемуся). || Сжимать. Скотолеч. 23. Малти уринчи чĕрнисем иккĕшĕ те ыратаççĕ пулсан, вĕсене иккĕшне те малалла тăсса тăрать, кайран урисене хырăмĕ айнелле пĕрсе тăрать. || Не загнутый (о пироге). Т. II. Загадки. Пӳрт айăккинче (вар. çумăнче) пĕрмен кукăль выртать. (Хăлха). || Набирать сборы. Янтик. † Аркă çичĕ ан (ширина) пĕрсессĕн, пӳне йывăр килмĕ-ши? Сред. Юм. Кĕпе çаннине пĕрсе çĕлес. || В перен. смысле. СТИК. Эсĕ ĕнтĕ пит иртĕнсе карăн, сана пĕрсессĕн те пырат! Ты уж очень избаловался, тебя не мешало бы одернуть (говорят детям).

пĕрĕн

стягиваться. См. тăсăл. Ст. Чек. Хырăмĕ кĕççе пек пĕрĕннĕ, тет. || Сжиматься. Баран. 144. Чĕре пĕр май тапса тăрать: сарăлать, пĕрĕнет. || Свертываться. N. Кушак пĕрĕнсе кĕрсе выртать пулсан, сивĕ пулать, теççĕ. || Сморщиться. Изамб. Т. Пах-улмине типĕтсен, пĕрĕнет (сморщивается). Ашшĕ-амăшне. Пичĕ куçĕсем пĕрĕнсе шуралса кая пуçланă. Кан. Унăн çамка ӳчĕ пĕрĕнсе илчĕ, куçĕсем пĕлĕтлесе килчĕç. || Осесть (о материи). Череп. Тăлана пусса пĕрĕнсе кайсассăн, хăма çинче туртса сараççĕ (анлаççĕ). || Похудеть. Ст. Чек. Качча кайсан пĕрĕннĕ (похудела). || Рассыхаться. Якейк. Мачча хăмисам пĕрĕнсе кĕчĕç (рассохлись).

пĕркеле

(-г-), учащ. ф. от гл. пĕр. Альш. Çĕленĕн икĕ пуçĕ юлаççĕ те, пĕркелесе Иванăн аллине татса яраççĕ, тет. | Строить рожи, гримасничать. Орау. Чипер пул, питне-куçна ан пĕркеле (не строй рож). Чем люди живы. Питне-куçне пĕркелесе ларать.

пĕр

(пэ̆р), один. Сёт-к. Пĕр пукане хĕрĕх хут кĕпе тăхăнать. (Купăста). N. Пĕр кун каймалăх çĕр пулсан, çичĕ кунлăх çăкăр ил, тенĕ. (Послов.). Икково. Мана çак пĕр сорăха (эту одну овцу) пачĕç. КС. Пĕр çăварти çăккăра çиса пурăнтăмăр. (Так говорят о дружной жизни). Орау. Вăсам пĕр çăвартан çăккăр çиса пурăнаççĕ (живут дружно), тиççĕ. Альш. Пĕр вырăнта тăра пĕлмен çын, бойкий, непоседа. Регули 603. Пĕр сăхман поставран ĕçленине (тунине) патăм. IЬ. 916. Пĕр румккă (þумккă эреке) патăм она. Образцы. Пĕрчĕ-пĕрчĕ мерченне пĕр пус парса суйларăм: Изамб. Т. Акă тырă пулманни пĕр хĕн (одна беда), вăрман инçи тата хĕн (опять беда). В. С. Разум. КЧП. Эпĕ пĕр пашалу илсе тухрăм. Я вынес одну лепешку. Альш. † Вуникĕ хĕр, пĕр купăс (скрипка), янăра-çке пĕр сасă (в один голос). Сред. Юм. Пĕр çăварлăх çăкăр, маленький кусок хлеба. IЬ. Пĕр ала (сито, решето) алларăм тессине: пĕр аллăм алларăм, теççĕ. || Один (а не несколько). Собр. Тырă вырса пĕтерсен, ват карчăксем пур çурлана пĕр çĕре тытса, пуç урлă утаççĕ. N. † Вăрмана кайрăм — каç турăм, вуникĕ çулçа пĕр турăм. Орау. Симун вăл Куçмипе пĕр амаранни (от одной матери) вăт. Ст. Шаймурз. † Çырайĕ-ши турă, çыраймĕ-ши, пĕр минтер çине пуçа хумашкăн. N. Ку кĕллисене пĕтерсессĕн, вара пур кĕллине те пĕр çĕре тăваççĕ, вăсене вара кăвакалпа тăваççĕ. N. Пĕр кутăм, пĕр пуçăм. Я одинок (мне тужить не о чем). Сред. Юм. Пĕр пуç, пĕр кот, ниçта кайсан та никам канçĕрлемес. Одинок, куда ни пойду, никто не помешает. N. Пĕр вуннăшне парăр. Дайте мне одну десятишницу (10 руб.). Другой смысл: дайте мне рублей десять, рублей с десять. N. Ултă утăмран пĕр, на каждых пяти саженях. || Один из двух. N. Пĕр çтенаран тепĕр çтенана çитичченех хăма хунă, хăми пуçĕсем кĕмелĕх ыра тунă. || Одна вещь. Календ. 1904. Вăл пĕр пур — хамăр ĕçлеме пĕлменни, пурăнма пĕлменни – тепĕре. Это одно, а... || Один раз, разок. Альш. † Пĕр çӳле пăх, çĕре пăх: савсан пирĕн çие пăх. N. Пĕр çапăп та, пĕр ӳкерĕп. Дам раз и сразу сшибу с ног! (Угроза). N. Ача ку карчăка каланă: мĕн ĕçлен мăн акка? тет. Ку карчăк калат: апла каламан пулсан, пĕр хыпăтăм, пĕр çăтăтăм (сразу схватила бы ртом и сразу бы проглотила), тет. N. Е салам-аликĕм, асанне, темен пулсан, пĕр çăтăтăм, пĕр хыпăтăм (говорит старуха). N. Эсĕ мана авантарах хулă пар-ха, эпĕ ăна пĕр хĕртем (постегаю). N. † Атьăр, тăвансем, эпир те аллăмăра хут тытар та, хут вулар, çанталăк çуттине пĕр (разок, хоть немножко) курар. Пазух. † Шĕшкĕ вутти хутар-и, пĕр (еще разок) ăшăнса ларар-и? (Вставка; приглашает погреться: с удовольствием погреемся). Рак. † Хĕрлĕ чие ларат хĕрелсе, каçса пĕр татăттăм (разок), каçми çук. || Некий (иногда соответствует неопред. члену). Рак. Çав пӳртре пĕр чипер. (Турăш). В этой избе нечто красивое. (Икона). Собр. Пĕр япала (некая вещь) пĕтĕм япалана тиркемест, пĕр шĕвĕ япалана тиркет. (Кăвар). Урмой. Ивансем киле тавăраннă чух, пĕр хăйă çути курăнат, тет (увидали свет в избе). Изамб. Т. Пĕр вырсарникун, однажды, в воскресный день. Орау. Пур пирн пĕр ял йытти, çавна çиса ларап-ха, ĕнертенпе те киле килмер ĕнт (говорит жена о муже). IЬ. Пĕр мурĕ (один чорт, напр. жена ругает мужа) паян киле те килсе пернмерĕ ĕнт. || Выражает противоположность. Якейк. Пĕри пĕр япалая (один любит одно), тепри тепĕр япалая йоратать. || Раз (союз). Орау. Пĕр çынтан тепĕр çынна ленксен, час тупаймастăн вăл япалана, пĕр парса ярсан. N. Вилнĕ çыннăн, хăй пĕр лăпланнăскерĕн (раз он умер), асăмлăхĕ те лăплантăр. N. Пĕр килнĕ чухне курса тухас. Раз пришел, так уж кстати надо зайти и повидаться. Юрк. Санăн ĕçме кирлĕ марччĕ, пăрахас пулатчĕ. Ачу-пăчусем нумай, арăму пур, пĕр шухăшласан (если серьезно обдумать), манăн ăсăмпа пулсан, эсĕ кăлăхах эçетĕн. N. Пĕр вĕреннĕ япала хăй енеллех туртать. К чему (раз) привык, к тому и тянет. Кильд. Эпир час килес çук пĕр кайсассăн. Раз пойдешь, так придешь нескоро. Значенне чув. «пĕр» с русск. «раз» одинаковое. Мусир. † Çинçе çырма, юхăм шыв, сиксе каçса пулмарĕ, пĕр турă-ях çырнинчен иртсе кайса пулмарĕ. (Здесь возможно двоякое толкование: или «пĕр» песенная вставка, или же оно употреблено в смысле «раз»). Орау. Лашана пĕр куçран çухатсан (если уж потеряешь), тупаймастăн вара унта. АПП. † Çӳренĕ пĕр чухне (пока гуляешь) юрласа çӳре. || Случайно. Шурăм-п. Пĕр ăçтан та пулин укçа тупсассăн, ана ĕçсе пĕтермесĕр лăпланмаççĕ. | Целый. Орау. Ман кумпек (= кун пек) юрăсем пĕр тетрать. У меня этаких песен целая тетрадь. IЬ. Сĕт нуммай, пĕр чӳлмек. Пĕр чӳлмек сĕт исе килчĕ. Икĕ чӳлмек сĕт (целых две крынки молока) исе килчĕ. Сёт-к. † Ĕлĕкхи тантăш çор çона, эпĕр хамăр пĕр çона. (Çăварни юрри). СТИК. Пĕр арпус пуçтарса хутăм-ха. Съел один арбуз (в др. гов. — «съел целый арбуз»). N. Пĕр ĕмĕр порнчĕ. Пробыл где-нибудь очень долго, хотя обещал скоро вернуться. N. Çак пĕр уйăх хушшинче ерçӳсĕр пулса нимпе те писме (= çыру) çыраймарăм. Çутт. 81. Ниçта пусма вырăн çукчĕ. Ура пĕр шит (на целую четверть) путатчĕ. || Единый. Т. V. 29. || Единодушный, согласный. Ст. Ганьк. † Ик килĕнтеш пĕр пусан, кил илемне çав кӳрет. (Пĕр пусан = килĕшӳлĕ, вăрçмасăр пурăнсан). || Один только, единственный (каких больше нет), самый первейший. Юрк. Хăйсем ялĕнче пĕр пуян пулса пурăннă (единственный, первейший богач). N. Тата калаççĕ: пĕр ĕнее те каснана илеççĕ, тесе. N. Тата хăшĕ-хăшĕ чăпăркка-туясем илчĕç те, суха-пуçне тавăрса пĕр аçапа амаран пĕрех хĕр çуралнă хĕре тыттарчĕç. N. Тата пĕр ывăлсана хуса карĕç. Орау. Пĕр ывăл ачаш пулать вăл. Собр. † Плуштух кленчи халь аллăмра, савнă пĕр тăванăм умăмра. Ст. Шаймурз. † Ĕнтĕ пĕр тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕнпеле пĕрле пурăннине ĕмĕр манмăп тенĕ çĕрсем пур. Алших. Пĕр пуçран икĕ пуçлă тăвас, терĕ, икĕ куçран тăватă куç тăвас, терĕ (вздумал жениться). N. † Ялта пĕр (первейшая) хĕр пулăттăм, ăратнерен тухмăттăм (все время была бы в кругу своих родных). Сред. Юм. Уçса пăхать, тет, виççĕ-мĕш пӳлĕмне — ларать, тет, тĕнчере пĕр илемлĕ хĕр сăнчăрта. Ск. и пред. 13. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки çӳренĕ, тет, пĕр капан (как целый стог). N. † Сар кăшăллă витре — пĕр витре (первейшее ведро): кĕтейĕ-ши пире пĕр хитре? N. Алăксене тапрăм — уçăлчĕ, шыв çинчи пĕр (количество) чечек (единственный, или же песенная вставка) çутăлчĕ. Кан. Пĕчĕкçĕ пĕр кантăксене пăрахса, алăк пек пысăк кантăксем касаççĕ. Перестали делать в избах по одному оконцу, начали вырубать большие окна, величиною с дверь. Шарбаш. Ай, пичи Михали, пĕр арăмпе мухтанать! (хвалится одной женой, кроме которой у него ничего нет; по другому толкованию — постоянно хвалится). N. Пĕр ывăла (единственного сына) та илмелле (в солдаты). Рак. И эпирччĕ, эпирччĕ, эпир вуниккĕн пĕр хĕрччĕ; пĕр хăма çине пухăнтăмăр, çутăличчен салантăмăр. (Çăлтăр. Одни объясняют: «нас было двенадцать, и все мы были девицы»; другие понимают в смысле: «нас было двенадцать, и все мы составляли созвездие». Послед. толкование сомн.). Ала 95°. Пĕр кăшкар-ути çисен те (хотя питался лишь одним щавелем)... || Единственно (только). Сред. Юм. Ыттисем — ывăлсĕм, хĕр пĕр эп çиç. Остальные все братья, и одна лишь я — сестра. Ала 95°. Хирте вара вăл пĕр пăрçа çикелесе вăхăтне иртеркелесе анчах çӳренĕ. Альш. Кĕвĕсене каланă чух, сăмахĕсене кашни çĕрех пĕр пĕлнисене калаççĕ: хăшĕ аса килет, хăшне вăхăтне кура калама меллĕ, çавна. || В этом смысле иногда соединяется с наречием анчах. Истор. Вырăссем тутарсенчен пĕр парнесем парса анчах хăтăлайман, тата вĕсене çуллен куланай тӳлесе тăмалла пулнă. ППТ. Атьăр часрах! Вĕçсе кайăттăм та пĕр анчах (так!), çунат çук! || Один и тот же. Собр. Çулла та пĕр, хĕлле те пĕр. (Чăрăш). Артюшк. Эпир унпа пĕр ваконта карăмăр (килтĕмĕр). Баран. 192. Шухăшсем пурийĕн те пĕре килнĕ. || То (—то). N. Хăй хăранипе пĕр малалла, пĕр каялла пăхкаласа пырат, тет. Микушк. Пĕр пуççапат, пĕр тăрат. (Тараса). N. Вĕсем çак тĕлĕнмелле ĕçрен пĕр хăраса, пĕр савăнса çав çĕре иккĕшĕ пĕрле ирттернĕ: N. † Шурă хĕлĕхрен вĕрен яваççĕ: ĕнтĕ пĕр яваççĕ, пĕр сӳтеççĕ. Сборн. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать: пĕр йывăрланса, пĕр çăмăлланса темиçе çула пырать. Ёрдово. † Пиçнĕ çырла сăнăм пор: пĕр хоралать-и, пĕр шоралать-и, той илемне çав кӳрет. || Приблизительно. N. Пĕр вунулт-вунçич çулхи хĕрачесем, арçын ачасем... Юрк. Мĕн пурĕ пĕр аллă кĕнеке ытла. N. Ăна уншăн пĕр çирĕм пилĕк çăмарта параççĕ. Ст. Айб. Тата пĕр çĕр тенкĕ пар-ха тырă илме. N. Хăйсене пĕр вунăшар е çирĕмшер пус парсан, тин чармаççĕ. N. Вĕсем каллех çапла пĕрер вунăшар е çирĕмшер пус илсен, часах салтса параççĕ (веревку). О сохр. здор. Пĕр виç кун хушши, в течение трех дней. || Настоящий. N. Çуртра пĕр арçын анчах, вăл та пулин хулара тарçăра пурăнать. Çиме çитменни пĕр инкек. || Одинаковый; одинаково. N. Çынпа çын пĕр мар. Ст. Шаймурз. Манăн пӳрт пур, унăн кĕтессисем пĕр мар. (Вăл пулĕ алă пурнисем). Ст. Айб. Ĕмĕр пĕр килмест, теççĕ. Жизнь течет не гладко. (Послов.). Образцы. Ай-хай уйăх та пĕр, хĕвел те пĕр, вĕсен çутти мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Тăван эсĕ те пĕр, эпĕ те пĕр (мы с тобой одинаковы), пирĕн телей мĕншĕн тĕрлĕ-ши? IЬ. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура (одинаковые). IЬ. Икĕшин сасси пĕр килет. Оба (журавль и журавлиха) кричат враз. Кама 52. Пуринчен те пĕр илме май килмест, мĕншĕн тесен пурин те пурлăхĕ пĕр пек мар. N. Саншăн пур çын та пĕрех. Для тебя все люди одинаковы. N. Кам чунĕ сан чунпа пĕр килет. || Каждый. N. Илтекенĕ пĕр ырăлатчĕ мана, кураканĕ пĕр мухтатчĕ. Юрк. Ăна курнă пĕр çын: ун пек ачасем пурăнмаççĕ, теççĕ. Ст. Чек. Кама хисеп (счёт) çитнине пĕр çапаççĕ. СВТ. Пĕчĕк ачасем, хулĕсене касман пулсан, шатра чирĕпе чирлесессĕн, чирлени пĕр (каждый, кто) вилеççĕ. IЬ. Хулне кассассăн кайран ачанăн кĕпине кунне пĕр (ежедневно) улăштарма кирлĕ. Альш. † Калаçнă пĕр сăмахсем вырăнлă пулсан, шет (может быть) калаçса пулмĕ-ши сăмах-сене? Бур. Ай-хай, тăванăмсем, пĕр чунăмсем, сирĕн пĕр сăмахăрсем (каждое ваше слово) пин ылттăн. Истор. Мĕн куçа курăнакан çынна пĕр чиксе пăрахнă. Туй. Хĕрĕ (невеста) те кама хирĕç пулать, кураканне пĕр асăнса йĕрет. Кого ни увидит, того и называет по имени и плачет. || Всё. N. Лаша пĕртте çăтмас, янине пĕр (все влитое) юхтарса кăларать (лекарство). || В одинаковом количестве. Эпир. çур. çĕршыв 23. Арçынпа хĕрарăм пирĕн вулăсра пĕр йышлах (в равном количестве). || Постоянно. N. Çап-çутă хĕвел пăхать: ăшă парса савăнса, йăл-йăл кулса пĕр тăрать. Ст. Шаймурз. † Çак тăвансемпе пĕр тăрсан, сисмĕп эп ĕмĕр иртнине. || Никакой. N. Санăн патшалăхунта пĕр сылăм та, пĕр çăмăр та çумĕ. Ашшĕ-амăшĕ. Кил-çурта пăхса тăма пĕр вăй та çук ĕнтĕ (совсем нет сил). Никит. Выльăхсем валли пĕр апат та (никакого корма) юлмарĕ (в засуху). || В отрицат. оборотах: ничего не ..., вовсе не ..., совершенно не... N. Урапа çинчен тепле аннă, хам пĕр (ничего) пĕлместĕп, тет. N. Асран пĕр кайми хĕрсем. N. Пĕр йор та çок. N. Авă саранча, шăрчăк, хăш-хăш çул тырра пĕр хăвармиччен çисе ярать. СТИК. Пĕр сасă-чĕвĕсĕрех епле каян унта. Как пойдешь без зову (на свадьбу). N. † Пĕр çук çĕртен (без всякого основания) çын çисен, çав çунтарать чĕрене. N. † Пичен йăмăк полаччен, хăрăк тонката полас мĕн, пĕр чĕнмесĕр (молча, без звука) ларас мĕн. (Хĕр йĕрри). Пахча çим. 3. Унта пĕр çил çуккипе хĕвелпе пахча çимĕçĕ пĕтсе ларать (погибают). Юрк. Леш, çывăрса лараканскер, ку мĕн каланине илтмесĕр, пĕр чĕнмесĕр çывăрса ларат. Толст. Çапла йытă пĕр нимĕнсĕрех тăрса юлчĕ (осталась ни с чем), тет. ХЛБ. Анчах ĕçе пит тĕплĕ, пĕр васкамасăр (нисколько не торопясь) тăвас пулать. Дик. леб. 34. Унăн сăнĕ, ĕлĕк илемлĕскер, халĕ хуп-хура, пĕр илемсĕр. Кильд. † Пĕр (ни разу) анмăтăм эпĕ шыв хĕрне, юрататăп шывăн сассине. Баран. 122. Пĕр кирлĕ мар чух, когда нет никакой надобности. || Какой-то. Ск. и пред. 46. Çурса пĕтернĕ кĕпи вырăнне пĕр хураскерне тăхăнса та янă. Якейк., Хора-к. † Пирн Йăванĕ туракĕ ял ятне те каламаþ, хĕр ятне те каламар, вырăс ялĕ поль тесе, маþа хĕрĕ поль тесе, пĕр хораскер-лотраскер, çак ял хăтне ярнăскер, пирн ял хăтне кӳрес çок. Орау. Пĕр тутаþ (т. е. тутарĕ) тем хăтланать унта, пăх-ха. IЬ. Пĕр мурĕ кунта епретсе хăварнă (испражнился жидким). || Какой-нибудь. Орау. Пĕр усалĕ çаклатса туртин (турδиын')!.. А вдруг, если какой-нибудь негодяй зацепит и отдернет задвижку!.. N. Килте пĕр япалине пăхсан та савăнмалли çук. || Во-первых. Ашшĕ-амăшĕ. Пĕр, вăл ĕнер, вырăнсăр сăмахсем калаçнăшăн, ӳкĕннĕ, ытларах тата Лисахвине вăл (он) хĕрĕнкĕ чухне чĕрене çемçетмелле сăмахсем каламаншĕн çиленнĕ. || С одной стороны. Изамб. Т. Çитменни пĕр хуплат, тата кин: ĕçлеместĕн, тесе, пĕр вăрçат. || Иногда употребл. в смысле «замечательно». Орау. || Иногда является как бы вставкой и не переводится. П. Пинерь. † Вăрман хĕрри каюлă, пĕр ярса утсем транас çук. Кильд. † Пĕр çавăрса илсе пĕр юрлăтăм. Н. Карм. † Кăçалхи пĕр ута, ай, çуласси; çулассинчен питĕрех пухасси. Çак тăвансене пĕр курасси; курассинчен питĕрех уйрăласси. Шибач. † Лаши пĕр йортать, поçне пĕр утать, вăрăм пĕр çолне çитесшĕн. N. † Ах, аннеçĕм, анне, пĕр çуратрăн, ӳстертĕн, пама вырăн тупмарăн. Турх. Ăшра мĕн пуррине каласассăн, пĕр хурланнă чунăм пĕр ĕсĕклĕ (будет всхлипывать). АПП. Ямшăксенĕн пуши — вăрăм пушă, пĕр çавăрса çапасси час пулмасть. Баран. 54. Çитнĕ ялта пĕр Тарас çавăн пек пумилкке туса хăварнă. IЬ. 130. Хăш та хăш чул ытла та нумай пулать; пĕр хăйсенченех тусем, сăртсем пулса тăраççĕ. Абыз. † Килях та пĕр, ывлăм, темерĕ (дуб). N. † Вуник пĕр юман пĕр кутра, турачсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă. Сунчел. † Кашăк аврисене сăрлама вуниккĕ пĕр мăскал сăр кирлĕ. N. Кĕмĕлтен çĕрĕ хывтартăм, вуникĕ пĕр кĕмĕл укçаран. Образцы 59. Курки аврисене сăр сарлама вуникĕ пĕр тĕслĕ сăр кирлĕ (12 разных красок). N. † Хурăн пĕр айĕнче ик сулă: пĕри ылттăн, пĕри кĕмĕл. Альш. Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек, хуçăлтăмăр çĕмĕрт пĕр туя пек. IЬ. Аврăлă куркан аври ылттăн, çавра пĕр куркан тĕпĕ ылттăн. (Здесь можно понять и в см. «единственный»). N. Вуникĕ чĕкеç пĕр кашта (заняли весь шест), юрласа пĕр юрри пĕтмерĕ. Пазух. Сĕтелĕрсем çинчи сĕтел çитти, утмăл та пĕр çитмĕл те, ай, çӳçи пур. Шел. 7. Ылттăнăм та çук ман, кĕмĕлĕм çук, пĕр Мускавран килнĕ те мулăм çук. (Можно понять и в смысле: «ни одного»). Юрк. † Эпир çак тăвансемпе пĕрле пусан, калаçса пĕр сăмахăмсем пĕтме-çке. Альш. † Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса. Собр. † Ларсам, ларсам, тиеççĕ. Хăш-пĕр енчен ларам-ши? (Здесь можно понимать и как «хăш-хăш», который). || Альш. Пĕр шӳтле вăл (одна комедия), хĕри-пăраç ĕçки. || Выражает любовное отношение. С. Тим. † Икĕ пӳртçĕм, пĕр пӳртçĕм, йĕри-тавра тĕкмеçĕм. Тайба-Т. † Ĕнтĕ хирте тăман çăвать-ĕçке, ял хушшисем те пĕр епле-ши? Янтик. Çаранăн та пуçĕ çырлалăх, çырлалăх, лартăр пĕр Питрав çитиччен: Ачач 110. Килте пĕр аннене каласа парап ĕнтĕ, тесе малтанах шутласа хурать. || Вплоть до. N. † Мамăк минтер, тĕк тӳшек: пĕччен ан вырт, иккĕн вырт. Пĕрех пĕччен (в одиночку) выртсассăн, пĕр вилеччен ӳкĕнĕн.

пĕр авка

(-га), короткий промежуток времени. Юрк. Паранкă чăвашсем хушшинче нумайранпа мар халĕ, авă çав пиркепе чăвашсем паранкăран пĕр авка нумаях çимĕçсем тума пĕлмеççĕ. СПВВ. Пĕр авкана = пĕр вăхăтлăха. См. авка.

пĕрер

по одному. НАК. Сана çитмĕл те çичĕ тĕслĕ тырăпа пуççапатпăр, пĕрер вăкăр паратпăр, пĕр пăтакка юсман паратпăр, çырлах. (Моленье Сĕмĕле в чӳк). N. Мана пилĕк хутчен хĕрĕхе пĕрер çитми çапрĕç. N. Çĕр те пĕрер, пин те пĕрер. || Приблизительно. Юрк. Пĕрер вунă çулă пурăннă пулсан, пирĕн ял пĕтĕмпех урăхла пулнă пулĕчĕçĕ. IЬ. Пĕрер пилĕкшер пус валеçет. N. Уйăхра пĕрер кĕрепенк тапак ярах тăрăр. О сохр. здор. Пăрçана пĕçериччен малтан, пĕрер куна яхăн, сивĕ шыв çине ярса шӳтерес пулать. Савруши. Пĕрер кун иртсен вара вăсем уездный хулана кайма пухăнаççĕ. Сред. Юм. Ман паян пĕрер пăт пик (приблизительно около пуда, может быть и меньше пуда, может быть и больше) салат илмеллечĕ. N. Çыру пĕрер канвертпе яр. Ст. Чек. Пĕрер суткаран тавăрăнмалла (через сутки-ли, как-ли). Шурăм-п. Сана чăрманнăшăн пĕрер тенкĕ парăттăмăрччĕ. N. Ан именсе тăр ĕнтĕ, лар, пĕрер курка та пусан ĕç ĕнтĕ. N. Çакăнпах иртсе каймасть-ха ку чир, пĕрер кунтан çынна каллах çĕнĕрен тытса пăрахса пĕр тавлăка йăхăн асаплантарать. Юрк. Ку çапла темиçе тапхăр юри эхлетсе, туллиех тултарса ĕçкеленине курсан, хуçи те хуйхăллăрах пулса: пысăк хăнам, ман валли те пĕрерне эхлетсе тултарса пар халĕ! тесе ыйтат, тет. Букв. 1886. Ай-ай, манăн çăвара пĕрер улми татăлса ӳкейинччĕ. || Какой-нибудь. Б. Аккоз. Пĕрер кун килсе (пырса) кай. Когда-нибудь зайди (к нам). N. Уйрăм-уйрăм пурăнаканскерсем пĕрер вырăна пухăна-пухăна ларнă. Кан. Пуштăсем час-часах пĕрер яла эрнере 2—3 каяс вырăнне пĕрре кăна каяççĕ. || Как-нибудь. N. Эсĕ ун патне пĕрер кайса кур.

пĕрерĕн

по одному. Калашн. Çирĕм пилĕк хăлаç вырăн çавăрчĕç пĕр пĕрерĕн тухма, кĕрешӳ тума.

пĕрерĕш

один из них, кто-нибудь. Шурăм-п. Чӳк тăвакансем хатĕрлесе пĕтерсен, яла пĕрерĕшне (кого-нибудь) хăлăха чĕнме яраççĕ. СТИК. Çакăнта пĕр рĕшĕ килейинччĕ! Пришел бы хоть один. (Ку сăмаха çын пит тарăхса çитнипе калат).

пĕрех

(пĕр + усилит. част. ех), один только. Вĕлле хурчĕ. 11. Пĕр çулхине çапла ман пахчара улма йывăççи чечеки тăкăнсан, пĕрех кунта, хам сисеччен, тăватă вĕллери хуртсене вĕлерсе пылне çаратса кайрĕç. Чт. по пчел. Хăш чухне эпĕ пĕрех кунта пилĕк сехет те ĕçлетĕп. N. Хăшĕ тепĕр чухне пĕрех каçра çич-сакăр тенкĕ ĕçсе яраççĕ, усси пуçа ыраттарнинчен урăх нимĕн те çук. Альш. Пуп ачана мĕнле ят хунă, çав юранă. Çавăнпа чăвашăн пĕрех килте пĕр ятлă çын темиçе. N. † Ах, тантăшçăм, тетĕп, пĕрех чунçăм. М. Васильев. Эп мĕн порĕ те онта пĕрех кайса корнă, и то пĕчиккĕ чох анчах. N. Утасра (назв. местности) пĕрех çын вили выртат. || Одно и то же, одинаково, все равно. СЧЧ. Капла чӳк тунипе чӳк туманни пĕрех, луччĕ вуç чӳк тăвас мар, терĕçĕ. Дик. леб. Кĕнеке çине пăхса та, пăхмасăр та пĕрех вуланă. Кан. Пирĕн ялăнпа пĕрех, нумай пусăллă уйсем туса хăвараççĕ. || Постоянно. Çĕнтĕрчĕ 14. Манпала пĕрех аван пулсан, сире кĕрпе-çăнăх мĕн чухлĕ кирлĕ, çавăн чухлĕ парăттăм. || Почти. N. Халĕ эпĕр сирĕн Павĕлпеле пĕрле курса пуплетпĕр кашни конпа пĕрех. Кан. Пур çĕртепе пĕрех шыв тăрать. Ачач 11. Çапах та, йăвăç пахчисем кашни килĕнпе пĕрех. Шурăм-п. Амăшĕ увăн патĕнчен уйăрăлманпа пĕрех. Изамб. Т. Кантăра шывран кăларсан ĕç вара пĕтнĕпе пĕрех. Юрк. † Çак киле те килтĕм, мĕн куртăм? Пĕрех хам çĕклейми чыс куртăм. || Вдруг, неожиданно, сразу. Собр. Хай вупăр (ведьма) кушак пулчĕ, тет те, куçран пĕрех çухалчĕ, тет. Качал. Ку ăна апла калакансене пĕрех хăрах хултан тытса утать, тит. Янбулат. Ачийĕ (парень) пĕрех пачĕ ричакпа, карчăк анраса карĕ. IЬ. Эсĕ вара пĕрех çап она (чтобы убить его). Якейк. Илле кăçкăрса килнĕ чох пирн Элексантăр пĕрех хыçала таратчĕ кăмака çинче (прятался назад на печке).

пĕр-ик

один или два. Сёт-к. Пĕр-ик хутчен ертсе кил-тĕм киле. N. Пĕр-ик эрне яхăн, около двух недель. N. Пĕр-икĕ кун сивĕ пулать те, каллах ăшă пулать.

пĕр-ик-виç

около трех. Альш. Пĕр-ик-виç пичетни (пĕр-ик-виç хăлаç) кăна тарăнăшĕсем.

пĕр-икшер

около двух. N. Унтан тата туй киле кĕнĕ çĕре пĕрер пичĕке сăра та, пĕр-икшер витре эрех калаçаççĕ (выговаривают). N. Пирĕн хĕрĕмĕр халĕ çамрăк, тата пĕр-икшер çул ашшĕ-амăш килĕнче лартăр халĕ.

пĕринче

(-џ̌э), однажды. Сред. Юм. Пĕринче эпир иксĕмĕр карăмăр та, манпа çôл тăрăшпех йăмахласа пычĕ. IЬ. Пĕринче вăн виççĕш те пôсран (с поля) ĕçрен таврăннă чохне хуса çитет, тет, пĕр вăйлă çавра çил. Кан. Пĕринче З ялăн повесткисене пĕр çĕре манса хăварнă. N. Çак пахчана пĕринче тилĕ пырса тухнă мĕн. Оказывается, в этом саду однажды побывала лисица. М. Васильев. Çак пĕринче Марьене çорма çĕртех тăратса кларса ярать çăл котне.

пĕри-пĕр

никто; кто-нибудь, никоторый. Юрк. Эсир ăçта чупса çӳретĕр, пĕри-пĕр килте çук. IЬ. Ăçта кайса пĕтнĕ-ши халĕ çав япаласем?... Пĕри-пĕр кунта куçа курăнмас-çке? N. Халĕ ăспа тумалли ĕçре пĕри-пĕр япала тунни çук, пĕри-пĕр тарăшни курăнмасть.

пĕри-пĕри

одни из них, некоторые. НИП. Пĕри-пĕри пĕр кĕтӳ выльăх усранă вĕсем.

пĕр уйăхран

пĕр уйăхран, через каждый месяц. Орау. Унăн хăçан ĕçме ярăнасси паллă: пĕр уйăхран, пĕр уйăхран яланах пĕрер эрне хушши пĕр урăлмасăр çӳрет.

пĕр ... урăх

кроме. N. Унта та (в письме) пĕр хурлăхран урăх нимĕн те çук.

пĕрĕмĕрч

то же, что пĕр ĕмĕрччен? На некоторое время. Ст. Чек. Пĕрĕмĕрч апла пултăр та, эпĕ кайăп-и ун патне!

пĕр ĕçчĕ

«одно бы дело», безразлично бы, все равно бы. Хăр. Паль. 20. Çын вĕлерни пулсассăн, пĕр ĕçчĕ. IЬ. Çерçине пулсан, пĕр ĕçчĕ? N. Ют пулсассăн, пĕр ĕçчĕ: тăван ачине хур турĕç.

пĕр йышши

один вид, одного рода, однородный. Чума. Çав шыçăллă чума икĕ тĕрлĕ пулать: пĕр йышшипе чирленĕ чухне çынсем ытла пит йывăрах асапланмаççĕ. Баран. 109. Пĕр йышши лĕпĕш çĕрле вĕçсе çӳрет. IЬ. 108. Пĕр хирех çуллен-çул пĕр йышши тырă акса тăрсан, ăна кирлĕ сĕткен пĕтет, вăл тырă унта пулми пулать. Грамм. Пĕр йышши членсем. Однородные члены (в предложении).

пĕр евĕрлĕ

одно и то же, одинаково, подобно. N. Çын çинчен çисе калаçни, элеклени вĕлерме ăс тытнипе пĕр евĕрлĕ. N. Ку ĕçсем пĕр евĕрлĕ. N. Пĕр евĕрлĕ япаласем.

пĕр енчен

с одной стороны. N. Мĕшĕн тавăрманни пĕр енчен мана паллă.

пĕр варлă

находящийся в близких отношениях. Шел. П. 19. Халь ĕнтĕ вăл хастарлă: пирĕнпеле пĕр варлă. N. Вĕсем пĕр варлă пурăнаççĕ.

пĕр вăхăтри

одновременный(-ые). Ала 101. Пĕр вăхăтри (в поре) сарă хĕрсене суйлăр, ачасам, ыррине. IЬ. Пĕр вăхăтри олăх кĕпçине суйлăр, ачасам, ыррине.

пĕр вĕçрен

без конца, без перерыва, соединенные концами. Богдашк. Икĕ тутăр пĕр вĕçрен, хачă касрĕ — уйăрчĕ. Альш. Киштек тăвĕпе пĕр вĕçрен сăрт хĕрринче, лапра, Кăнла-Кушки ларат. N. Вĕсенчен хăшĕ-хăшĕ пĕр вĕçренех темиçе çул пĕр вырăнта ĕçленĕ. Юрк. 15. Амăшĕ пĕр вĕçрен çапла чăмласа тăнине курсан, ывăлĕ те: ку анне мĕн пур пăрçине пĕтĕмпе çисе пĕтерĕ, тесе шухăшлат хăй ăшĕнче.

пĕр каласан

собственно говоря, одним словом. Макка 207. Юмăç, пĕр каласан, нимĕн те тăва пĕлмест.

пĕр кана

известный промежуток времени; в один прием, зараз. Кан. Паян ĕçлемесен те юрать, пĕр кана ĕçес...

пĕр канаш

уговор. Янтик. † Тăваллах та каяр каймаллипе, кайăксар (= кайăклăх, место изобилующее пернатыми) хăвине çитмелле; кайăксар хăвине çитсессĕн, ларса та пĕр канаш тумалла; ларса та пĕр канаш тусассăн, атте-анне килне çитмелле. См. кайăксар.

пĕр касă

один прием, часть целого. Микушк. Алса тухсан, чиперех, старик каланă пек çăмăр пĕр касă çăва пуçлать.

пĕр касси

(-σиы), одна часть, часть из них. N. Вара хăшĕ шыва сике пуçланă, пĕр касси «Минер» ятлă пароход çине ларса тарнă.

пĕр каçне

однажды вечером. N. Эпир пĕр каçне ачасемпеле вăрмана лашасене çитерме кайрăмăр.

пĕр кĕвĕ

«один лад», без перемены. Н. Карм. Çав вуник кун хушшинче кун тăхтаса тăрать, теççĕ, пĕр кĕвĕ тăрать, вăрăм та пулмасть, кĕскелмест те.

пĕр ластăк

немного, кусочек, отрывок. Регули 1368. О сохр. здор. Тата тепĕри пĕр ластăк пурăнса ачи-пăчисем ӳссе çитĕниччен вилсе каять. N. Тата кăкшăмра пĕр ластăк çу пур.

пĕрле

вместе. Альш. Кĕçĕн ывăлĕ хăйĕн тетĕшĕ вăрă иккенне пĕрле ӳссе те пĕлмен, тет. Сунт. Тĕрĕс, атте вилсен те пĕрле. N. Унăн япалисене арчипе пĕрлех исе кайнă. N. Тата хăш çемьере арăм тăлăха юлса пĕчĕк ачисемпе ĕçне çынпа пĕрле пуçтараймасть. Кора-к. Çарăк аксассăн (когда посеешь), пĕрле тăвăпăр, тесе калат, тет, упа. С. Тим. † Санпа манăн сăмах пит килет, ачаран пĕрле тăнăран. Альш. Хĕр сăрие пыран (= пыракан) хĕр пуçне çич-сакăр витре сăра илсе, пĕрле-пĕрле яраççĕ ăна. IЬ. Çикелесен, апатланкаласан, пурте пĕрлерех тухса утаççĕ хайхисем пасара. IЬ. Çапла темиçе ял пĕрлерех, темиçе ял пĕрлерех ларса пĕтнĕ ĕнтĕ вăл чăвашсем. Регули 968. Пĕрле хуса килтĕмĕр; пĕрле кайрăмăр. ССО. Эсĕ пĕр-пĕр кивĕ укçа тупнă, пĕрле тăвар, вара ярăпăр сана. Сред. Юм. Иккĕн йонашар отса пынă чохне пĕри ӳке-парсан, тепри ôна кôлса: ôкçа топрăн-а мĕн, пĕрле пôлтăр, тет. || Одновременно. Сред. Юм. Пĕрлерехех тôхса кайрĕç ăсĕм, пирĕн тохса кайсан, сирĕн пĕр çôр сехетрен те ытла тăмарĕ пôль.

пĕрлеш

соединиться, сойтись. Орау. Упăшки вилсен, вĕсем каллех пĕрлешнĕ. Кан. Виçĕ урам пĕрлешнĕ тĕле тухнă çĕре, тепĕр хут чĕтретсе пăрахрĕ. Альш. Хăнисене ăсатсан, кӳршĕ-аршипе ĕçет пĕрлеше — пĕрлеше. N. Ку пирĕнпе пĕрлешсе вăрçакан салтаксем. Это наши союзники. Торп-к. Касакĕ вара вăсене иккĕш пĕрлешиччен тытма тăрăшать (в игре). Бгтр. Пĕрре сив чирсем пор те пĕрлешнĕ, тет. IЬ. Салтакра çаксем пĕрлешрĕç (встретились), тет, пĕрле ĕçсе-çисе, пĕр-пĕринчен ойăрлма пĕлмесĕр порнаççĕ, тет.

пĕрлĕх

единение. N. Пĕрлĕх — пурте пĕр канашлă, пĕр кăмăллă пулса ĕçлени.

пĕрмай

постоянно, все время, всегда. Кан. Вăхăт пĕрмай пĕр килменни хуплать вĕт. N. Ăçтан кайнă, çавăнтан килмеле полтăр, çол ан олăшăнтăр. Пĕрмай килмеле пултăр. N. Мĕншĕн пĕрмаях ял тăрăх чупатăн-ши? СПВВ. Х. Пĕрмаях, пăрмаях. || Потихоньку. N. Эпир кунта пĕрмай пурăнатпăр-ха. Завражн. Пĕрмай траппăр-ха. N. Пĕр май ĕçлекелесе пурăнатăп-ха.

пĕр майран

подряд, в один ряд. Шел. 52. Купăстисем, хăярсем ларса кайнă пĕр майран. IЬ. 49. Çӳлелле май пĕр майран кĕлти вĕлт-вĕлт ыткăнать.

пĕр манер

однотипный, однообразный. Синьял. † Хĕреслĕ тенкĕ пĕр манер, çакма майне пĕлмерĕм; çак ял ачисем пĕр манер, пупле майне пĕлмерĕм.

пĕр манерлĕ

то же, что пĕр манер.

пĕр масасăр

(-зазы̆р), беспорядочный, безобразный, потерявший всякое приличие, неопрятный. СТИК. Пĕр масасăр çын та пулат! Пĕр ĕренкĕсĕр, илемсĕр çын та пулат!

пĕр пек

одинаковый; одинаково, ровно. Нижар. † Йăвăç çине пăхрăм та, йăвăç тăрри пĕр пек мар; халăх çине пăхрăм та, манăн пуçăм пĕр пек мар. Ачач 72. Уçăпшăн та пурнăç пĕр пек килмен. Сахал пурăнсах нумай курмалла пулнă. N. Тата унта пĕр пекки пур-и? Есть ли еще такой же? ЧП. Сассăмăр пĕр пек тухачке (= тухать-çке). IЬ. Çулçи пĕр пек (одинаково) сарăлать-ĕçке (хурăнăн). Регули 518. Ку пĕр пекех полать. IЬ. 972. Иккĕ пĕр пек лаша топимарăм. IЬ. 973. Кусам иккĕш пĕр пекех. IЬ. 974. Пĕр пек прешкел çитĕнеççĕ. Микушк. Тăваттăн, пĕр пекĕскерсем, вăрăм çĕçĕсемпе пычĕç, тет. Пухтел. Пĕр пекех вĕсем. Оба эти выражения имеют одинаковый смысл. Календ. 1910. Пĕр пек харăс çитĕнекен яланах аван пулать, ăна суккăр та пĕлет. Цив. † Тантăш пĕр пек ӳснĕ чух сивĕ куçпа ан пăхăр. Орау. Ватăлни-туни палли çук, çапла пĕр пек пурăнать. N. Паллă ĕнтĕ пĕр пекрех, вăтамрах вăрлăха пĕтĕммĕн акса тăнинчен ырри çук. || В одинаковом количестве. Скотолеч. 21. «Летучая мазь» тиекен эмелпе скипидара пĕр пек ярса хутăштарас пулать. ЧС. Унтан кайран çăмартисене пĕр пек валеçеççĕ те, çавăнтах çисе килĕсене тавăрăнаççĕ. Арзад. 1908, 24. Улт сурăха икĕ картана пĕр пекшер хупнă (поровну). IЬ. Вĕренекен ача 10 листа хутран пĕр пекшер икĕ кĕнеке çĕленĕ. || Все равно. В. С Разум. КЧП. Эсĕ хуралçăран та хăрамастăн-и мĕн, пĕр пек палуми вăрлама каятăн?

пĕр пул

сговориться, объединиться, соединиться. Ау 156. Альш. Ăна пирĕн пĕр-икĕ ялпа пĕр пулса темиçе çула, темиçе çула иле-иле тăраççĕ (арендуют его у удела в течение ряда лет). Истор. Кам чи малтан вăрçă тапратĕ, ăна пурсăмăр та пĕр пулса чарар. N. Пĕр пулса вĕренекен çамрăк çынсем, студентсем пăлханнă.

пĕр пусăм

пĕр посăм (-зы̆м), выводок. СТИК. Пĕр пусăм чĕпĕ, выводок. || Кусок домашнего сукна, который изготовляется в один прием. N. Пĕр посăм тăла; пĕр килĕре (в ступе) поснă тăлана пĕр посăм теççĕ. | Толчение (валка) сукна в один прием. Б. Батырево. Кăçал тăлана пĕр пусăмлă кăна турăмăр (= пĕр хут кăна пусрăмăр).

пĕр послăх

выводок (птенцов). Сред. Юм. Пĕр послăх чĕп, выводок. КС. Пĕр пуслăх.

пĕр путишлĕ

потешный (-но), смешной (-но). Юрк. Сасăчĕвĕ çук пулсан та, унта та е сайра-пĕре кăçăлхи çамрăк автансем хăйсенĕн уçăлайман сассисемпе пĕр путишлĕ авăткаласа илеççĕ.

пĕр-пĕр

какой-нибудь. Регули 998. Пĕр-пĕр çынна пар; мана пĕр-пĕр ĕç пар. IЬ. 1003. Пĕр-пĕр çĕрте выртать полĕ; хăш-хăш çĕрте топма полĕ. N. Килте пĕр-пĕр вак-тĕвек ĕçсем тумалла пулсан, ялан шăллĕсене хушнă. О сохр. здор. Вăл (холера) час-часах пулмасть, вун-вунпилĕк çултан пĕрре анчах килет; хăй те вара пĕр пулсан пĕр-пĕр уездранах пиншер çын ытла вĕлерсе тухать. Ст. Шаймурз. Вара пире хамăр ялсем пĕр-пĕр чăваш леçме пулчĕ. N. Малтанхи кĕçнерникун каçхине çĕрĕпе, пĕр-пĕр вара... пухăнса. || Как-нибудь. Перев. Санпалан пĕр-пĕр е шăллусем, е йăмăкусем выляма тытăнсассăн, ялан эсĕ вĕсене хĕнетĕн. Ачач 66. Кивçенне татаймасан, пĕр-пĕр ĕçлесе парăпăр Митюка, тесе йăпăлтатма тытăннă мана. Пазух. Шухăшламан чухне шухăшăм çук, пĕр-пĕр шухăшлама, ай, пуçласан, ура çине тăма халь халăм çук. КС. Вуламалли питĕ нумай та, пĕр-пĕр кусан (курсан?) иксĕмĕр вулайпри-ха. || Каждый. Кĕвĕсем. Ай-хай, пĕр аттеçĕм, пĕр аннеçĕм, пĕр-пĕр сăмахăр пĕр ылттăн. || Актай. Лапка айĕнчен йытă сиксе туххĕр (= тухрĕ), тет те, пĕр-пĕр тутарне тӳрех çулса илчĕ, тет те, куна лапка айне туртса кӳрттĕр (= кӳртрĕ), тĕт.

пĕр-пĕри

кто-нибудь. || Каждый из них. Якейк. Вăсам иккĕшĕ пĕр-пĕри мĕн çырнине те пĕлмеççĕ. Орау. Пĕр-пĕринчен мăшкăласа кулаççĕ. Регули 873. Пĕр-пĕрне çапма тапратрĕç. IЬ. 1002. Пĕр-пĕрне корăн онта, пар. Чăв. Ялĕ. Пĕр-пĕрин хушши (между шестами) 5-6 вершук хăварсан лайăх. Баран. 95. Аяккалла та шав (все) ту пырать (идут), пĕр-пĕрин евĕрли (похожих друг на друга) пĕрре те çук.

пĕр-пĕринсĕр

(-зэ̆р друг без друга. N. Пĕр-пĕрне час вĕренĕпĕр, вара пĕр-пĕринсĕр тăрайми пулăпăр. N. Пĕр-пĕринсĕр пуçне. Друг без друга.

пĕр-пĕтĕм

(-д-), цельный, непочатый. Регули 911. Вăл мана пĕр-пĕтĕм çăккăр пачĕ.

пĕр-пĕтĕмĕшпе

в целом. Сам. 4. Хăш-пĕр вырăнта çеç чăваш халăхне пĕр-пĕтĕмĕшпе илсе.

пĕр-пĕччен

совершенно один. N. † Тухрăм çеçен хире эп пĕр-пĕччен. N. Пĕр-пĕчченех йолнă. Ст. Чек. Пыратăп вăрманпа пĕр-пĕччен.

пĕр-сасартăк

в один миг, моментально. N. Пирĕн тăвансене пĕр-сасартăках вĕлере-вĕлере тăкмарĕç-и вара?

пĕр-сеп

постоянно. Якейк. Микола арĕмпе пĕр-сепех вăрçать.

пĕр сыпăклă

первой ступени (школа). Эпир çур. çĕршыв 23. Шкулĕсем пурте пĕр сыпăклă шкулсем анчах.

пĕр сăтăркă

(сы̆ды̆ргы̆), в один прием, раз. Якейк. Пĕр (ик, виç) сăтăркă сăра ĕçтерсе тохрĕ. Поднес всем пиво. IЬ. Пĕр сăтăркă тыр вырса тохрăмăр. См. ăстрăк, ăстрăм.

пĕрскер

какой-то, кто-то, что-то. Шибач. Пĕрскер пурчĕ (= пырчĕ, пычĕ, явился) те, икĕ хутне сиктерчĕ (на два этажа доскочил на коне), пирĕн качасам (= каччăсем) пĕр хутне анчах сикеççĕ.

пĕрстрăккăн

потихоньку, понемножку. СТИК. Пĕрстрăккăн пурăнатпăр, живем понемножку. || Медленно и равномерно (относительно дождя). СТИК. Çумăр тек пĕрстрăккăн шăпăртатса тăрать. См. пĕр сăтăркă, сăтăрăм, ăстрăк, ăстрăм.

пĕр-çи

полный? Собр. Ачам (доченька), сана мĕн парам-ши? Пĕр-çи карта лашам пур, сана халал пултăр-и!

пĕр çулĕ

в один год; раз. N. Пĕр çулĕ эпĕр Хусана кайрăмăр.

пĕр çӳл

сразу? в один прием? Собр. Йăлхав вăкăр пĕр çӳл ĕçлет, теççĕ. (Послов.). [В «Сборн. чувашских пословиц, Чебокс. 1925 г.» автор к этой пословице (№ ЗЗО) сделал примечание: Это выражение непонятно. Перевод дан такой: Ленивый вол один год работает. Но в сноске автором же сделано примечание: Не значит ли здесь «пĕр çӳл» то же, что тат. «бир jулы» — сразу? В этом же сборнике под № 222 приведен вариант этой пословицы: Ӳркӳç вăкăр пĕр çул чĕкĕрнĕ. Перевод: Ленивый бычок дрищет сразу (в один прием). В сноске дано объяснение: Здесь «пĕр çул» = тат. «бир jулы». Тут же под № 223 имеется еще вариант этой пословицы: Ӳрхи мăкăр трук чĕкĕрнĕ. Перевод тот же, что пред. Ред.].

пĕр çĕре

в одно место. Б. Яуши. Пур хатĕр те çитсен, ача ытти вăррисене пĕр çĕре каласа ячĕ, тет, хăй пĕр вăррине илсе, ĕлĕк хăй пурăннă пуян хуçа патне илсе карĕ, тет. || Вместе. Ала 88°. Çакă мĕскĕнсен вара пĕр-çĕре тăватă ача пулнă. Изванк. Шăмăсене пĕр çĕре çыхса юман тăрне çакрĕç.

пĕр çĕрле

сразу. Орау. Вăл Якур пурне те (пур ĕçе те) пĕр çĕрле тăвасшăн. N. Пĕр çĕрлех тăватă пин тыткăна лекнĕ.

пĕр çĕрлĕ

в целом виде, вместе, совместно, не разделив (= пĕр вĕçрен). Сред. Юм. Пĕр çĕрлĕ илĕпĕр. Купим вместе, не разделяя кусок (или еще что-нибудь целое).

пĕр тан

равный. || Равенство. N. Пурне те пĕр тана тăратма тăрăшнă.

пĕр те

совершенно, вовсе. N. Пĕр те канăç çук.

пĕртен-пĕр

единственный. Кан. Ку пĕртен-пĕр çитĕнӳ пулса тăрать чăваш ĕçхалăхĕшĕн. Рукоп. календ. Прокоп. Килте пĕртен-пĕр ĕçлекен вилсен, салтакри тавăрăнать. Орау. Вăл вăлсен пĕртен-пĕр ывăлĕ (один сын у отца), ăна мĕн пурĕ пур те юлать. Якейк. Пĕртен-пĕр хĕрне токмак тытса çинă. N. Эпĕ аттемĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ. N. Эсĕ пĕртен-пĕрех пулăн, санăн ăру ни ӳсĕнмĕ, ни сахалланмĕ (сказал отец Тупаху, основателю д. Тубах, б. Цив. у.).

пĕр-те-пĕр

как только, раз. Сред. Юм. Пĕр-те-пĕр вăрçма пуçласан, сана çĕр çинче каламанни хăвармас ô. Раз начнет ругать, так чего только не наговорит. IЬ. Пĕр-те-пĕр ĕçлеме пуçласан, эс она ним туса та чараймастăн. Раз он примется за работу, ты его никак не сможешь остановить.

пĕр тикĕс

ровный; ровно. Альш. Таçтан аякран пуçланать те вашăк, анать вара Сĕве хĕррине пĕр тикĕс. Рак. Сирĕн курнитсасем хире хирĕç, çи витнисем пĕр тикĕс. || Одинаково, в одном количестве. N. Куланай тӳлетпĕр пĕр тикĕс, çынтан кая мар, çапах та çĕртен усă сахал.

пĕр тăван

родной. N. Çакна илтсессĕн, ытти вĕренекенĕсем икĕ пĕр тăван çине çиленнĕ. Истор. Унăн ашшĕпе пĕр тăван пичĕшĕ (родной брат отца, т. е. дядя).

пĕр тăтăш

(-д-), под одно. Календ. 1906. Тата Япония çĕрĕ пĕр тăтăш çĕр мар, темиçе татăк, пĕр 3000 татăк, теççĕ.

пĕр тĕрлĕ

по-одному. N. Пĕр çынах пĕр сăмаха пĕрре пĕр тĕрлĕ, тепринче тепĕр тĕрлĕ çырать. || Одинаковый; один и тот же. Виçĕ пус. 7, Çĕрти пĕр тĕрлĕ çимĕçсем пĕтнĕ çемĕн пĕтсе пыраççĕ. Баран. 108. Пĕр вырăнах ялан пĕр тĕрлĕ тырă акма юрамасть. N. Пĕр тĕрлĕ çĕре çул çӳрекен çын вĕсене ăс парса хаварчĕ. || Особенный. N. Эпĕ пĕр çырлана татса илнĕ чухне пĕр тĕрлĕ çĕлен (особенную змею) куртăм. || Ровно. N. Чипер, пĕр тĕрлĕ пурăннă çĕртен. || Известным образом, до известной степени. СПВВ.

пĕр тĕрлĕреххи

посредственный, средний. N. Çĕр-улмине кăларса киле кӳртнĕ чух шултрине уйăрса çиме хăвараççĕ, мăйăр пек вĕттине сыснасене е ытти выльăх-чĕрлĕхе çитерме хăвараççĕ; пĕр тĕрлĕххисенчен (чăх çăмарти пеккисенчен) вăрлăха кирлĕ таран уйăрса расна хураççĕ.

пĕр тĕслĕ

одноцветный, одинаковый. N. Пĕр тĕслĕ корăкне яраççĕ.

пĕр трук

сразу. Выла. Ялти çынсем пурте пĕр труках хăнасене пухмаççĕ. КС. Пĕр труках çапса ан хуç-ха. Не убивай меня вдруг словами. (Говорит виноватый тому, перед кем он провинился).

пĕр чух

когда-нибудь; иногда, в одно время, в иное время, раз. Ёрдово. Пĕр чух шултăра, тепĕр чух вĕтĕрех туса кăларать (мелет обдирка).

пĕр чухне

то же, что пĕр чухне. N. Вăл пĕр чухне начар пурăннă.

пĕр хисеп

постоянно, бесперестанно, неизменно, одинаково. N. Ахаль чухне те çав шăтăкран пĕр хисеп тĕтĕм тухса выртать. N. Çапла унăн чирĕ пĕр виçĕ кун хушши пĕр хисепех тăнă.

пĕр хут

зараз, заодно. N. Тăранман пулсан, кăнтăрлахи апатна та пĕр хут халех çисе тух.

пĕр хутлă

в один слой, в один этаж. || Простоватый (человек). Ст. Чек. Пĕр хутлă çын – ухмахрах, улттăлă çын.

пĕр хушă

одно время, промежуток времени. Эпир çур. çершыв. 26. Пĕр хушă ĕлĕк Етĕрне Чулхула кĕпĕрнинче тăнă.

пĕр хĕсеп

то же, что пĕр хисеп. КС., Шибач. Орау. Пĕр хĕсеп, одинаково. IЬ. Хăман икĕ пуçĕ те пĕр хĕсеп (одинаковой ширины). IЬ. Çарĕсем иккĕшин те пĕр хĕсеп (одинаковы по численности).

пĕр шокăшласан

пĕр тухăшласан, с одной стороны, если подумать... N. Пĕр шокăшласан ман питех колянмала мар (не так уж мне трудно жить. Из письма).

пĕр шутлă

единомышленный. Кан. Вĕсемпе пĕр шутлă çынсем.

пĕр шăп

тихо, спокойно, молчаливо. N. Куçĕсемпе çиленсе пăхса, пĕр шăпах тăнă.

пĕре-пĕр

ни разу, вовсе. Юрк. Хĕлĕ-çăвĕ ĕни килте тăнă чухне пĕре-пĕр пăтратса памас, ялан ыраш улăмĕ çинче анчах тытса тăрат.

пĕрел

сл. неизв. знач. Трхбл. Пĕр пĕрел, ик икел, виç виçел, тăват тăваш, пилĕк пилеш, ултă улма, çичĕ çилме, сакăр салма, тăхăр тăлма, вун тăваçми. (Детский счет, основан на аллитерации).

пĕрене

бревно. Сред. Юм. Каска — вăншар вершкаллă пысăк пĕрене. Бес. чув. 5. Унта халĕ Хайрулла вăрмантан пĕренесем кăларкаласа пасара леçет. ФТТ. Тĕлĕкре пĕрене курсан — çын пуять, тет. N. Ывăнсан, вăйран кайсан, улăм пĕрчи те пĕрене хулăнăш курăнат. Торп-к. Пĕр пӳрт пĕрени пек ăскер йăтса килчĕ (дерево принес). Пазух. Ĕнтĕ пӳрт хыçĕнчи, ай, пĕрене, хăçанах пулĕ-ши пĕрене. СТИК. Пĕрене пуç картас, зарубить конец бревна для сруба. Ст. Чек. Ана паллине пирĕн паллă теççĕ. Паллă вăрманта, вăрман уйăрсан, касас йăвăçсем çине тăваççĕ; пĕренесем, каштасем, путек хăлхисем çине тăваççĕ. Кожар. Пĕренен-пĕренен тултарнă. (Снега) нанесло волнами, рядами (похожими на ряды лежащих параллельно бревен). || Балка. Качал. Сăвай çинче пĕрене (на мельнице). || Стена. Шибач. Пухрĕçĕ = пăхрĕç, посмотрели): пĕрене çомăнче — çакăнса тăрать çип. О сохр. здор. Çавăн пек нӳрлĕ пӳртсенче пĕрене çăмăнче çыврас пулмасть. Бгтр. Сывмар (халсăр) çын пĕрене патнелле пăхса выртсан, вилет, теççĕ. (Поверье).

пĕрешке

пристяжка. Тюрл. Пĕрешкери лаша, пристяжная лошадь. || Пряжка, застежка сбруи или экипажа. N. † Сиктĕрме урапу, сăран кӳмӳ, унăн йĕри-тавра пĕрешке, пĕрешкесерен ут кирлĕ. || Упряжка, перегон, переезд на одних лошадях не кормя. К. Розанова, СПВВ. Х. Трхбл. Пĕр пĕрешке кайсан, лашасене кантартăмăр. См. кӳлĕм.

пĕрĕхтер

понуд. ф. от гл. пĕрĕх. Турх. Аттем! Аттем! Çак тĕнче хăйне юнпа пĕрĕхтерчĕ. КС. Тутапа шыва пĕрĕхтереççĕ. Ерк. Силемпийĕ сивĕнсе пĕрĕхтерсе калаçать. ЧС. Çапла пирĕн ял нумайччен çунса тăрса ют ялсенчен виç-тăватă насус кустарса çитрĕç те, вутă (çулăмĕ) çинелле пĕрĕхтереççĕ анчах. || Бежать очень быстро. СПВВ. Капк. Хваттернелле пĕрĕхтерчĕ кăна. Кан. Лашасем сăмси шăтăкĕсене карса пăрахса, пĕрехтерчĕç кĕрхи çул тăрăх. || Ехать быстро. Кан. Ах, вăл виçĕ лашапа лапра пĕрĕхтерсе çурет. Зап. ВНО. Пĕрĕхтерсе пырать, едет быстро. IЬ. Пĕрĕхтерсе пырас, одно и то же, что и «мăкăрлантарса пырас». Ачач 31. Кай енчен пĕр лайăх пар пĕрĕхтерсе килет. Лашисем çутă тимĕр-кăваксем, тытса чармалла мар, — çунатлă пекех явăнаççĕ. Сред. Юм. Пĕрĕхтерсе те тохрĕ. Вылетел. || Болтать. Якейк. Мĕн пустой пĕрĕхтерен, ĕç çок-и мĕн?

пĕрĕш

(пӧ̌рӧ̌ш), орудие в роде пешни, но с более широким концом. N. Вĕлле пуллепе алтаççĕ, пĕрĕшпе те çĕмĕреççĕ хăшĕ. ЩС. Пĕрĕш, пешня. Шибач. Пĕрĕш, заступ. Б. Олг. Пĕрĕш, лом. Тюрл. Пĕрĕш — вĕлле чавмалли, кривое долото. Начерт. 139. Пĕрĕш, плющ, скребок, мотыка. ЧП. Вăрмана кĕрсен мĕн сасси лайăх? Пуртă, пĕрĕш сасси лайăх. N. Пĕрĕшпе ĕлĕк витери навуса та каткалатчĕç. Выльăхсене шăварма кайнă чухне çавнах туяласа каятчĕç. Вакки кăшт шăннă пулсан, вара çав пĕрĕшпе уçатчĕç. СПВВ. ЕХ. Пĕрĕш — саступ пек, пĕр виç пурне сарлакăшĕ тăваççĕ. Чертаг. Пĕрĕшпе вĕлле тăваççĕ, пăр катаççĕ арман таврашĕнче. Хорачка. Пĕрĕш — пăр касаччă, вакă тасатаччă, вăля алтаччă, портă манерлĕ.

пĕркем

(пэ̆ргэм, пӧ̌ргэм), покрывало. Торп-к. Тăватă пичи, тăватăш те пĕр пĕркем айăнче лараç. (Апат çималли ĕстел).

пĕркенчĕ

(-џ̌э̆), покрывало. Собр. Пĕр пĕркенчĕ айĕнче тăватă хĕр качча каяççĕ. (Сĕтел). Торп-к. Пĕр пĕркенчĕ айĕнче тăватă хĕр хӳхлĕ. (Сĕтел).

пĕркенчĕк

(-ζэ̆к, -џ̌э̆к), покрывало. ТММ. Пĕр пĕркенчĕк айĕнче тăват хĕр йĕрет. (Сĕтел). IЬ. Шур пĕркенчĕк пĕтĕм çĕре хупласа илнĕ. (Юр). N. Тĕттĕме хăйĕн пĕркенчĕкĕ турĕ. N. Вара, килĕшсен, пĕркенчĕк айĕнче хĕрпе качча чуп-тутараççĕ. Якейк. † Хĕрĕн ĕмĕр иртесси шор пĕркенчĕк айĕнче. СПВВ. N. Пĕркенчĕке хĕрсем качча кайнă чухне пĕркенсе çӳреççĕ. Ст. Чек. Пĕркенчĕкĕ хăйĕн хап-хура (у невесты). || Пшкрт. Пĕр пĕркĕнчĕк томтир илтĕм (кипу, труду).

пĕрре

один. N. Пĕрре çитет. Скоро час. N. Эсир пурте пĕрре çинчен (об одном) калаçăр, сирĕн хушăрта уйăрăмми ан пултăр. N. Çĕр хĕсĕкки — пĕрре, кашни çул тырă-пулă пулманнит — иккĕ, тата е çумăр, е пăр тырра-пулла ватса каясси — виççĕ. || Один раз, однажды. Скотолеч. 14. Пĕрре имлесех тӳрленмесен, тата парас пулать. Толст. Пирĕн пĕрре вилмелле, капла хăраса асапланса пурăниччен, атьăр шыва кайса вилер, терĕç, тет. (Сказка). Барон. 99. Пĕрре (раз) кайнă çула вăл (лошадь) манмасть. Ачач 102. Курасчĕ пĕрре хамăрăн вĕрентекене. Епле çӳрет-ши вăл? Чĕр. чун. яп. й-к. пур. 15. Çăварне лекнĕ чĕрĕ чуна пĕрре çыртса ватса тăкать. IЬ. 12. Темиçе çул хушшинче тĕнчере пĕрре пусмаллăх вырăн та пушă юлас çук. Çĕнтерчĕ 15. Пĕрре юратам, терĕм. Ск. и пред. 55. Унпа нихăçан пĕрре ятлаçман. ТММ. Пĕрре кассах йывăç ӳкмест. (Тавар килĕшнĕ чух калаççĕ). О сохр. здор. 59. Талăкра çиес апата пирĕн пĕрре çиме ларсах çисе ямалла-и? Чеб. Эпĕ пĕррех петĕм те патакпа, автана пуçĕнчен лексе, автан йăванчĕ карĕ. Ялав. Унта эпĕ пĕр йывăç çине улăхрăм та, пĕррех сикрĕм мăйăр йывăççи çине. Шорк. Эпĕ ун патне пытăм та, пĕррех пĕрĕхрĕм. СТИК. Ах, турран килтĕрех ĕнтĕ пĕрре. Çĕр çăттăрах ĕнтĕ пĕрре. Мур тыттăрах ĕнтĕ пĕрре. || То (-то). N. Пĕрре каяп, тет, пĕрре каймастăп, тет, тепре каллях каяп, тет. Скотолеч. 7. Пĕрре выртать, тепĕре тăрать.

пĕрремĕш

первый, первейший. Богдашк. Эпĕ хам та çав ялта пĕрремĕш ăслă çын, çавăнпа та çав мана услам пулчĕ, тесе калать, тет. СТИК. Вăл пĕрремĕшĕнчех ывăнчĕ те, малалла ăçтан йăттăр. (Пĕр-пĕр çын тавлашса пĕр пăтлă кир муклашкине алăпа пилĕк хут çĕклемелле пултăр, вăл пĕрре çĕкленĕ те ывăннă, ăна вара çапла калаççĕ).

пĕртем

(пэ̆рдӓм) то же, что пĕртан, равно. В. Олг. Пĕртемех = пĕр танах. Сам. 55. Ял-ял тăрăх автансем... хыттăн авăтрĕç пĕртем. || Полный, сытый, откормленный. Сред. Юм. Çын пĕртем (полный). IЬ. Выльăх пĕртем.

пĕрчĕ

(пэ̆рζ'э̆, пӧ̌рџ̌ӧ̌), зерно. Юрк. Акрăм тулă, пулчĕ ĕнтĕ пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ. N. Мана пĕр тырă пĕрчипе те тытма пултараççĕ. N. Пĕрчи выçă. || Капля. N. Йывăç çулçи çине сывлăм шывĕ ĕнчĕ пĕрчи пек пĕрчĕн-пĕрчĕн пуçтарăна-пуçтарăна ларнă. На листьях дерева лежали жемчужные (?) капли росы. Туперккульос 21. Пĕрĕхтерсе янă сурчăк пĕрчисем... ЧП. Шăпăр та шăпăр çăмăр çăвать, пĕр пĕрчисем пăр пак туйăнать. Альш. Кассан пĕр пĕрчĕ юн тухас çук. (Гов. о малокровном человеке). || В перен. см. БАБ. Пĕр пĕрчĕ те хăрамаççĕ. Вовсе не боятся. N. Пĕрчĕ те = пĕртте. N. Пурти çав хатĕр мăка пулнă (был очень тупой), пĕрчĕ те касман. || Ягодка. N. † Тĕл пултăм хурлăхан йăвăççи, татрăм-хыпрăм пĕр пĕрчине. N. Иçĕм-çырли пĕрчи. Емельк. Пĕрчĕ-пĕрчĕ пĕрлĕхен сайра кăлкан витĕр курăнать. || Крошка, крупинка. Толст. Тĕрмере ăна икĕ кунччен пĕр пĕрчĕ çиме памасăр усрарĕç. ТММ. Чăхă пĕр пĕрчĕн сăхсах пурăнать. (Поговорка). Альш. Татах вăл навус çине пĕрчĕрен кĕмĕл шырат, анчах пĕре те тупаймас. БАБ. Ман йăвăрăш çăнăхăн пĕрчине шуйттан хăçан суса кăларĕ, ман чĕлхене (заклинание) те шуйттан çĕнтерĕ. Рак. Пĕр шкапра çĕр пĕрчĕ. (Çăкăр тĕпренчĕкĕ). Баран. 42. Уйăх çутипе юр пĕрчисем (снежинки) йăлтăртатаççĕ. || Волокно. N. Çӳç пĕрчи, волос. О сохр. здор. Çăм пĕрчисем те çĕр (хир)-мамăк (вата) пĕрчисем пекех. || С. Айб. Пĕр пĕрчĕ тĕкне (перышко) патша хĕрне кастарса илчĕ, тет, ăна шур тутăрпа чĕркеттерчĕ, тет. БАБ. Виçĕ пĕрчĕ утă, утă пĕрчи. || Отдельная нитка (при тканье или при наматывании). Яргуньк. СТИК. «Сум» подразделяется на «пĕрчĕ». «Пĕрчĕ» — одна ниточка. То же знач. в Сред. Юм. Утăм. Ку умри юпана лайăхрах тишкертсе тăрать. Кун çĕлĕкĕ ăшĕнчен пĕр вăрăм çип пĕрчи куçĕ умĕнче тăсăлса тăра парать. См. хутăр-йывăççи. || Небольшая часть. N. Пĕрчĕ-пĕрчĕ тӳлесси нимĕн те мар.

пĕç тĕп

пĕç тĕпĕ (-бэ̆), основание бедра. Юрк. Урасенĕн шăнăрĕ хуралса пырса пĕç тĕпне çитсен, çын вилет. Баран. 70. Аран пĕр-ик утăм ярса пусайнă, çавăнтах тупă (ядра) тивсе сулахай урине пĕç тĕпĕнченех татса каять. Сред. Юм. Ôра пуçланнă вырăна пĕç тĕп теççĕ. N. Тепре чышат, тет, пĕç тĕп таран анат, тет. См. пĕç кăкĕ.

пĕçер

(пэ̆з'эр), жечь, калить. N. Юман вутти кăмакана питĕ пĕçерекен туса ярать. Янорс. Ниçтан та патне пымалла мар, пĕçерет, питĕ çутăртатса (= çатăртатса) çунать, каламалли çук. Юрк. Вут хытă пĕçерсен, сивĕ пулат. Шемшер. † Эпир пурнас тенĕ чох, çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, йĕп хушшипе вут тухрĕ, пирĕн пите пĕçерчĕ (обжег). Изамб. Т. Хĕвел пĕçерет. N. Мунча пĕçерсе тăрат, тет, пĕр çухрăмран. Якейк. Виç шăл виттĕр вот тухать, виç çохрăмран пĕçерет. Орау. Вăсам çуннă чухне пирĕн чӳрече куçĕсем хĕрсе пĕçерекен пулчĕç (сильно). IЬ. Чӳркӳ çуннă чухне чиркĕвĕнчен пĕр вун чалăшра тăма çукчĕ, пĕçеретчĕ. IЬ. Ăрамра мар, çырма хĕрринче те пĕçеретчĕ (о пожаре). || Заставить поспеть. N. † Тăвайкки тăрăх хĕвел ӳкет, пиçмен çырласене пĕçерет. || Печь; жарить. N. Çăкăр пĕçер. || Топить (молоко). Собр. Сĕтне пĕçерсе парсан: хăш ĕне сĕтне малтан çиес-ши, тесе, шухăшласа ларатпăр. || Варить. N. Сан валли кам апат пĕçерет? Сана кам апат пĕçерсе парать (готовит). || Жечь (о крапиве). Б. Хирлепы. Вĕтрен сарса хунă мĕн (она, тетенька), вырт-пăх — пĕçерет, сиксе тăни сисĕнмерĕ. || Запарить. Кĕвĕсем. Ун мунчине хутнă, милкине пĕçернĕ (запарен). Ёрдово. Хĕрарăмсем хĕлле арланă çипписене кăмакара пĕçерсе çăваççĕ, типĕтеççĕ те, тĕртсе юр çине сараççĕ. Арзад. 1908, 13. Пĕçер (о пряже, хутăр). || Обварить. СТИК. Ачана пĕçертĕмĕр. У нас обварился ребенок. IЬ. Ан пыр унта, таçта пиçсе кайăн. Не ходи туда, обваришься. || Гореть (о лице). Якейк. Он пичĕ паян тем пĕçерет. N. Пит-çăмартисем пĕçерекен пулаççĕ. Сборн. по мед. Анчах хăш чухне ачан пĕтĕм хулĕ те хĕрелсе каят, ача вара ăшаланать, йĕрет (макăрать); ун чухне унăн хулĕ пĕçерет, кĕçтет те. || В перен. см. Зверев. Çӳрет питне пĕçерсе (намăсланса çӳресен). ЧП. Çын çине тухса çӳремерĕм, питне пĕçермерĕм. (Хĕр йĕрри). Орау. Калуш вăл урана пĕçерет || Колотить, бить (кнутом, прутом). В. Олг. КС. Арăм, катăршнайĕ, çăккăра паян икĕ питлĕ тунăпăрахнă, мĕн тăвассу пур (что поделаешь)! Сред. Юм. Пит иртĕнсе çӳре-ха ак, пĕр ярса тытсан, хытах пĕçереп те-ха кона (прибью его). Альш. Пĕрре ку ача урама тухат та, тетĕшĕсем ку тукмака калаççĕ: валей, тукмак, теççĕ. Эй, тукмак петĕм çемйине пĕçерет, тет. || N. Хăйсен те ăшне пĕçертĕмĕр. Кама 50. Ку ĕç ахаль иртмест вĕсене Çăварĕсене пĕсерĕпĕр-ха уншăн.

пĕçерттер

понуд. ф. от гл. пĕçерт. О сохр. здор. Пĕр-пĕр тимĕр татăкне хĕп-хĕрлĕ пуличчен хĕртмелле те, суранне кăшт пĕçерттерес пулать. Юрк. Вăл та çапла пит хĕнпе пĕçерттерсе анса каять. IЬ. Пĕçерттерет, жжет (глотаемое вино). || Заставить варить. Тайба-Т. Пăтă çиес килет-и, килне кай та пĕçерттер. || Пробирать; отдуть. Ст. Шаймурз. Старик, таврăнсан, татах ултă хурамапа пĕçерттернĕ, ача ăна та чăтнă.

пĕçĕ

(пэ̆з'э̆, пӧ̌з'ӧ̌), бедро, ляшка. Панклеи. Кашкăрăн кари пĕççисем. Кан. Халăх тĕлĕннипе пĕççе çапса илчĕ. Алик. Хайхи салтак мулчара пĕçĕсене тăраткаласа выртать, тет. N. Алăк патне çитсессĕн, ик пĕççӳне шарт çапăн. Иваново. Вара, илтсессĕн, пĕççине çапса тĕлĕнсе, хуйхăрса йĕрсе ячĕ, тет. Шурăм-п. Пĕр шухăшласан, пĕççе çапса кулмалла. Чеб. Пĕççи хопнă (çурăлнă). Вывих ноги (у коровы). || Штанина. Йӳç. такăнт. 14. Ме, шалаварне те (ывтать), кунне пĕр пĕççине илсе тавăрăн! Трхбл. Йĕм-пĕççи, штанина. || Назв. местности в лесу. Трхбл.

пĕт

(пэ̆т), кончиться, закончиться. Шел. 108. Каласа пĕтет-и халĕ, пичче? Регули 1224. Ку эрне пĕтнĕ çĕре килет. Приедет к концу этой недели. Кан. Сăра савăчĕ октябĕр уйăхĕ пĕтнĕ çĕрелле ĕçлеме те пуçлать. Юрк. Ирхи çилпелен, каçхи сулхăнпалан тунă-пĕтнĕ çĕршыва çитесчĕ. N. Чернушка пĕтес çĕрте пĕр арман пĕви пур. || Приходить к концу N. Ĕçме-çиме пĕтсе килет ĕнтĕ. Изамб. Т. Ыраш çиме пĕтсен, эпĕ Илчене ыраш кайса шырама хушрăм. N. † Улăхрăм çӳлĕ ту çине, çапрăм-салатрăм чăн мерчен, пуçтартăм-пуçтартăм-пĕтмерĕ, çип çине тиртĕм — çитмерĕ. || Выходить, выйти в расход. Альш. Ара хай ватă шуйттан пĕççи пĕтнĕ-и мĕн сирĕн (разве уже вся вышла)? Якейк. Сакă яла килмесĕр сана валли хĕр пĕтни? Торай-к. † И, вупкăн кĕрӳшĕ, çак таранччен килмесен, сана вали хĕр пĕтри. Икково. † Манран савни сивĕнчĕ, сар ача пĕтнĕн тойăнчĕ. (Гов. девица). Чураль-к. Кăмака çинчи сарă çыв (= çăв) ирлимас-çке, пĕтимас-çке хамăр ялти сар варлийĕ мансăр пурнăç пурнимас-çке. || Высохнуть. N. Ĕç çинче Герасимовкă çыннисем пуссисенче шыв пĕтех пуçларĕ. || Очищаться. О сохр. здор. Тирĕнчен (шкура) чир кайран та час пĕтмест. IЬ. Кирек мĕнле ерекен чир те тумтир çумăнчен пĕтет вара. || Исчезнуть из вида, пропасть. N. Çаксем ачасене курсан, тăруках пĕтсе ларчĕç (исчезли из вида, пропали), тет. || Орау. Темскер сасă пĕтрĕ-ха. Кан. Анчах ярт-ярт вăййи пĕтмеллипех пĕтрĕ, тесе, кулянмалли çук. Ишек. Вара вăл çыннăн пӳрчĕ ахалех пĕтнĕ вара. || Погибнуть. Кан. Ку ача-пăчапа пĕтес пулать, тырă вырма та чарать. Баран. 47. Тата кăшт тăнă пулсан, пĕтнĕччĕ ĕнтĕ (я погиб бы). N. Палуми пĕтрĕ. Яблоки (цвет) погибли. N. Тĕнче, мĕншĕн пĕтми пек мăн кăмăллă тăратăн? Истор. Çывăхри халăх, Дон патĕнче вăрçнă чух, пит пĕтнĕ те, çавăнпа çывăхран пуçтарма туман. Альш. Эй, пĕтнĕ чун, çаплах вăрçасшăн. Шăна чир. сар. 22. Нумай хуласенче шăнасем пĕтĕмпех пĕтни те пур. Юрк. Ăна (лошадь): пĕттĕр, тесе, арăмĕ пĕр эрне çитермесĕр, ĕçтермесĕр тăнă. IЬ. Çӳллĕ çĕртен ӳкнĕскер çавăнтах пĕтет. N. Пĕтесскер, пĕтменскер, брань. N. Пĕтеттĕмĕр тăванăм! Мы чуть не погибли. Ст. Чек. Пĕтмест мĕнкĕ те. Не погибнет во век. || Разориться. Коракыш. Пĕр ялта арман пур, вăл арман хуçи чĕнсе (прося милостыню) çӳрет. Вăл арманне пĕвелесе пĕтнĕ (разорился). N. Анчах хресченсем çакна-ăна илмесĕр хăйсене хăйсем пĕтсе пурăнаççĕ. || Износиться. N. Чăн хăмаçран кĕпе çĕлетрĕм, арки-çанни, пĕтмес, мĕн тăвас? Изамб. Т. Ачасен çăпатисем пĕтнĕ-ха, акă пушăт илмелле. || Прийти в негодность. N. † Илтĕм скрипка аллăма, скрипка аври пĕтнĕ мĕн. Регули 746. Ку çĕçĕ пĕтнĕ. || Изводиться. Ст. Айб. † Шыв хĕрринче çӳçе ӳсет-çке, ун айĕнче çырла та, ай, пиçет-çке; ан йĕрсем-е, тантăш, ан пĕтсем-е, пиртен лайăх тата, ай, ӳсет-çке. || В качестве вспомог. глагола. Собр. Ман халăх ăçта кайса пĕтнĕ (куда делся)? Альш. Ахаль те ку енчи çынсем калаçма юратарах параççĕ, çынна курсан, тĕл пулсан, ыйтса, тĕпчесе пĕтеççĕ. П. N. Вĕсем çул çинче асапланса пĕтнĕ (измучились). Баран. 179. Кăмăлне килсех пĕтмен. Ему не совсем нравилась. N. Кĕтӳ хире саланса пĕтнĕ. Çăнăх урайне саланса пĕтнĕ. Çăнăх пĕтĕм урай талккăшĕпе саланса пĕтнĕ. ТХКА 123. Тăвăл хуçнă йăвăçла урлă-пирлĕ тăсăлса ӳксе пĕтнĕ урайне. N. Çук, май мар пире кунта, ку çын та манăн кăмăла кайсах пĕтмест. Собр. Çав арçури вара вăрмантах кăшкăрса пĕтнĕ, тет. КАХ. Пӳртре пурте çывăрса пĕтсен, çав хĕрт-сурт кăмака çинчен анат, тет. N. Кунта тăхăнса килнĕ тумтирĕмсем çĕтĕлсе, татăлса пĕтрĕç, тумтирсĕр темĕн чухлĕ шăнса пĕтеттĕм (мерзла), е шăрăхпа пиçсе пĕтеттĕм. ЧС. Старик апла каласанах, ачасем пурте кайса пĕтрĕç. Ск. и пред. 9. Тырă выраççĕ юрласа, пĕтрĕ карчăк ывăнса. Шурăм-п. Çынсем ирех кайса пĕтнĕ. М. Васильев. Пĕртак тăрсан, çăмăр çумасăрах çанталăк уяртса каять, вĕсен та ани сохаласа пĕтет. ППТ. Çапла вара мĕн тăвассисене пурне те туса хытланса пĕтеççĕ те (кончают. Сĕрен). IЬ. Хăш çулне шалт чараймаççĕ: выльăхсем пăркаланса пĕтеççĕ. М. Сунч. Çула мĕне кайсан, улма йăтса пыракан çынсенчен иртсе пĕтмелле марччĕ. N. Унтан, пурте çăвăнса пĕтсен, хываççĕ. Ал. цв. 5. Нихçан лашапа та, çуран та витĕр тухса пĕтмелле мар, хура вăрман тăрăх пĕр çаврăнса пăхмасăр пырать. ЧС. Тем тĕрлĕ асса пĕтрĕр пулĕ çав унта (вы там, чай, всячески озорничали, изозорничались), унта асма пĕрте юрамас вĕт: часах лăп-лап çакăнат. Артюшк. Ăна юр çинче йăвалантарнă та, вăл пĕтĕмпех юрланса пĕтнĕ. Шăна чир. сар. 7. Вĕсем çулласенче, шăрăх вăхăтра, этем пурăнакан таврашра вуншар-çĕршер пинĕн вĕçсе çӳреççĕ, пур çĕре те ларса пĕтеççĕ, нăйлатса çӳреççĕ. Истор. Темĕн чухлĕ çын пĕр айăпсăр йĕрсе, макăрса пĕтнĕ. N. Тутарсемпе юнашар пурăнаканнисем тутарсенĕн сăмахсене йышăнса пĕтнĕ. Альш. Пӳрчĕ туса пĕтнĕ-пĕтменех кивелчĕ. Шурăм-п. Халăх питех нумай таварсем кутне выртса пĕтнĕ.

пĕтер

(пэ̆дэр), кончить. N. Çыру пĕтернĕ чух, тĕп кĕнекесем çине: хресченсем çĕр илеççĕ, тесе, çырман. || Прикончить, прихлопнуть, прекратить. Якейк. Вăсам ку ĕçе хопласшăн, пĕтересшĕн. Они хотят потушить дело. N. Эпĕр пурнакан Микула хуçа та начарлана пуçлаþ, ясмăк яшкисем анчах çитарат, ĕçне пĕтерме те шутлат кăçалхи çул. Кан. Аслă сут ачине Шаравтинăв патĕнче усрамалла тăвать. Арăмĕ вилнĕ пирки ĕнепеле кĕлет шырассине пĕтерсе лартать (прекращает). || Истреблять, уничтожать. Ивановка. Халĕ ĕнтĕ вăрмансене пĕтерчĕç, тыр та пулакан пулчĕ. || Погубить. Н. Байгул. Пĕтертĕн эсĕ ман пуçа. Погубил ты меня. N. Вĕсем пире пĕтермесĕр каймаççĕ. || Изругать. КАЯ. Кĕсем тата аттене каласа кăтартсан, атте пĕтерет ĕнтĕ (отец со мною, не знаю, что сделает). ЧС. Аçу пасартан таврăнсан, умма татнăшăн пĕтерет. || Износить. Юрк. † Урам чипер пулсассăн, йĕс таканлă атă тăхăнăтăм; хĕрсем лайăх пулсассăн, хранчус тутăрма пĕтерĕтĕм. Якейк. † Çийăм толли сар кĕрĕк, çия тăхăнса пĕтермесĕр, сар хĕрсенчен уйăрлас марч. N. † Çуна лайăх тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. || Издержать, употребить. N. Пылчăкĕсене çуса вунă кĕрепенке супăн пĕтернĕ. || Промотать. Юрк. Чул çурта парсан, вăл ăна та пурĕ-пĕр пĕтерет. || Вылечить. N. Иванпа Якур шатрине пĕтереймерĕм (т. е. не могла вылечить сыпь). || Издеваться, надсмехаться. N. Сайра кăна çыннăн пысăкрах куç пулать те, ăна та пулин ыттисем: лаша куç, тесе, пĕтереç. || N. † Ир те куртăм эп сана, каç та куртăм эп сана, килессу çук эс мана. Мĕшĕн сăмах пĕтертĕн? N. Аппаçăмах çавă пур, çичĕ ютăн ачипе тахçанах сăмах пĕтернĕ. N. Тата савăт хуçисем пĕр канаш пулса хăйсем хунă хакран йӳне сутмалла мар канаш пĕтереççĕ. || Вышить, сшить. N. † Шорă тотăр пĕтертĕм, пăрасни кон çыхас пек. Пазух. Улача кĕпе, йĕтĕн çуха, ан пĕтерсем лутшах, тăхăнаймăп. Бугуль. Французский тутăр (вĕç) пĕтернĕ чух пуçра симĕс тутăр пулминччĕ. Альш. Ватă карчăксем çутăлтарса яраççĕ (форсят в нарядах) çĕнĕ илемлĕ пĕтернĕ сурпансем, илемлĕ пĕтернĕ кĕпесем. IЬ. † Улача чаршав çӳçине шав укапа пĕтернĕ, шурă чаршав çӳçине шурă пурçăнпа пĕтернĕ. Бур. † Шурă шупăр аркине шурă пурçăнпа пĕтернĕ, кăвак шупăр аркине кăвак пурçăнпа пĕтернĕ. N. † Улача кĕпе кам тăхăнмĕ, аркине хăмаçпа пĕтерсен. С. Тим. † Шур тăваткăл тутăр пĕтертĕм, кĕçĕн çăварни кун çыхас пек. Н. Карм. † Ăлăхрăм çӳлĕ ту çине, лартăм шурă чул çине, пурçăн сарă пĕтерме; пурçăн сарă пĕтет пуль, пуçăм сая каять пуль. Якейк. Пыçаххи пĕтерес тени пыçаххи вĕçне çӳçе ярас тени полать. IЬ. Пиртен кĕпе касаççĕ, ĕçлеççĕ, пĕтерсе тăхăнаççĕ. Сред. Юм. Кĕпе пĕтерет-ха ô. Узорчатую рубашку шьет. IЬ. Сорпан пĕтерсе çыхрăм. Сготовил убор и завязал им голову. IЬ. Тотăр-сорпан пĕтерет, припасает вещи, нужные замужним (головной убор). НАК. Кăмăлча илсессĕн кайран, хĕрин ашшĕсем хĕрне валли япаласем пĕтерме таварсем илсе параççĕ. Хĕр вара, япаласем илсе парсассăн, хĕр çумăçсене пухать те, мĕн пур пĕтермелли япалисене пурне те пĕтерттерет. || В качестве вспомог. гл. Изванк. Микул карчăкĕ тата темиçе пинĕ тĕслĕ каласа пĕтерчĕ те, анчах эпĕ унăн сăмахĕсене пĕтĕмпех астуса çитерейместĕп. IЬ. Пĕр çулне пирĕн патра çĕр виçрĕç те, пĕтĕм ял çĕр тавраш туса пĕтерчĕç [все пересовершали (посовершали) «сĕр тавраш»]. М. Сунч. Тата турăш умне тем чухлĕ çурта çутса пĕтернĕччĕ (при изгнании мора). IЬ. Киле ан кĕтĕр тесе (т. е. мур), хапхасене тикĕтпе сĕрсе пĕтеретчĕç. Сёт-к. Утсам панчи ачасань, çурса (= çывăрса) кайсан, орисене салтаç те, çăпата кантрисене тĕвĕллесе пĕтереç вара. Орау. Туса пĕтерсен (савине, по миновании надобности), вуласа пĕтерсен (кĕнекине) кӳрсе пар. Ал. цв. 9. Вăл тумланса çăвăнса пĕтерет те, çак тĕлĕнмелле çĕнĕ ĕçрен ĕнтĕ тĕлĕнмест те. В. С. Разум. КЧП. Ана çинчи çулнă пăрçама уйĕпех çил вĕçтерсе пĕтерчĕ. Кан. Ачана пĕчĕк чухне тем тĕрлĕ кипкесемпе чĕркесе, çыхса пĕтермелле мар. IЬ. Чăвашла кино картин куртăм та, татах курас килсе пĕтерет. Альш. Тутар килне-йышне ырласа пĕтереймес (всячески хвалит татарскую семью): чăваш тутара тус тăвать, хăнана çӳрет. Аттик. Вĕсем тата нумай каласа пĕтереççĕ те, эпĕ анчах вĕсем пек тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлейместĕп. Истор. Хăйне пĕр-пĕр усал ан туччăр, тесе, вĕсене малтан икĕ вут хушшинчен кăларнă, унтан хăйсенĕн кĕлеткисене пуççаптарнă, чĕркуççи çине лартса пĕтернĕ. N. Çапах эпĕ вĕсем каланине малтан пит ĕненсех пĕтермерĕм. N. Çак çурт тавра йывăçсем лартса пĕтерĕр.

пăтерттер

понуд. ф. от гл. пĕтер. Кратк. расск. 28. Эсĕ пĕр айăпсăрах мана ăна пĕтерттересшĕн пултăн. || В качестве вспомог. гл. Юрк. Пĕр-ик-виç кунта мĕн пур ырашне выртарса пĕтерттерет.

пĕтес çук

без конца, неисчислимо. Юрк. Пĕр çĕрте пĕтес çук çынсем капланса тăнине курсан, унта мĕн тăваççĕ-ши? тесе, кĕсем те унта курма пыраççĕ. IЬ. Сана ĕлĕк çыркаланăрампа пайтах вăхăт иртрĕ, унтанпа пĕтес çук çĕнĕ хыпарсем пуçтарăннă... N. Ах, ку пит вăрах çисе ларать иккен, кунне капла виç тапхăр çитерес пулсан, вăхăта кунĕпе çисе ларса ирттерĕ, пĕтес çук çийĕ.

пĕтен

(-д-), встреч. в сложении: Курм. † Эй тăвансем-пĕтенсем (= пĕр тăвансем?) П. Федотов. † Маяклă çултан уйăрлассăм çук, таванăм-пĕтенĕмрен уйăрлассăм çук. Актай. Аçа-çури пусрĕ, ама-çури çирĕ, тăван-пĕтен (здесь означает сестру) пуçтарчĕ, хăмăш кутне хучĕ, тет. См. пĕтĕн.

пĕтĕм

(пэ̆дэ̆м, пӧ̌д'ӧ̌м), целый, цельный. Ал. цв. 3. Хĕвел тухăçĕ енчи кĕленчерен тунă тап-таса, пăсăлман пĕтĕм куçкĕски. Альш. † Арча-арча панулми, суйласан та пĕтĕмми тухмас-çке. N. Пĕтĕмми килсе çитсен, вăл кăшт анчаххи пĕтĕ. N. Пĕтĕм çанă, цельный рукав. Юрк. † Арча-арча сарă улма, суйласан та тухмас пĕтĕмĕ. || Самостоятельный, полный. Ашшĕ-амăшне. Эсĕ ĕлĕкхин пекех хисеп курса, пĕтĕм хуçа пулса пурăна пуçлăн... || Взрослый. СТИК. Пĕтĕм çын = çитĕннĕ çын. IЬ. Пĕтĕм çынна çитнĕ ĕнтĕ, ача йăлине пăрахман-ха. Альш. Унта епле пулсан та пĕр-пĕр хамăртан пысăкраххи е пĕтĕм пысăк (совсем взрослый) çынах пулатчĕ пирĕн, хурт астăваканни. || Весь, все. N. Пĕтĕм яла кашни çын патне кĕрсе çӳренĕ. (Из обряда «Сĕрен».). Турх. Пĕтĕм çĕр пичĕ (лицо земли) тĕттĕм çеç. N. Пĕтĕм ĕмĕрĕме хулара пурăнса ирттертĕм. БАБ. Шенкерпи — пĕтĕм тĕнчери юмăçсен пуçлăхĕ. N. Пĕтĕм хир çын вилли анчах пулнă. N. Пĕтĕм патшалăхран пухăнаççĕ. Со всего государства собираются. Аттик. Пĕтĕм çынтан (после всех) кайран пуçларăмăр, пуринчен малтан пĕтермелĕхне патăр. (Моленье в жатву). Микушк. Пĕтĕм выльăх çывăрса карĕ. Цив. Пĕтĕм çын тĕлĕнсе юлчĕç, тет. Конст. чăв. Пĕтĕм чăвашсем пуçтарăнса вуларăмăр. || Исключительно, сплошь. С. Айб. Вăл вырăнта пĕтĕм çĕлен-калта кăна. М. Яуши. Вăл пĕтĕм шĕшки, юманĕ, çĕмĕрт касăрĕ (= касрĕ, рубил сплошь все), тет. || Совсем, совершенно. N. Çĕрле пулсан Константинопăль хули пĕтĕм пушанса юлнă. N. Мана пĕтĕм халлĕн (совершенно) çĕнет. N. Пăрмай çомăр çурĕ, вара пĕтĕм сивĕ шăнтса карĕ (потом ударил мороз).

пĕтĕмпе

целиком, сплошь, совсем. Альш. Унта кайнă-килнĕ çĕрте пĕтĕмпе вырăс ялĕ те вырăс çынни. IЬ. Лапсенче пĕтĕмпе хура хурлăхан. СПВВ. КЕ. Пĕтĕмпе пани — пĕр тĕслĕ япалана пĕр хăвармасăр пани. Цив. Пĕтĕмпе шăна кăмпи çиç. Все одни только мухоморы. Альш. Элшелĕпе Этремет хутлăхне çуркунне шыв илет те пĕтĕмпе, час çĕр типсе çитмес. IЬ. Çурăмсем пĕтĕмпе пĕсереççĕ. Вся спина горит (от жара). N. Вĕсенчен хăшĕ-хăшĕ ӳпкеленĕ пек ан ӳпкелĕр: вĕсене пĕтĕмпе пĕтерекен пĕтернĕ. Микушк. Пĕтĕмпе (сплошь) тулă акрăмăр. Истор. Ун чух ăна пĕтĕмпех çĕнтернĕ. N. Эсĕ пĕтĕмпех выртнă-и? Ты уже совсем улегся?

пĕтĕрĕн

крутиться, свертываться, извиваться, скатываться; виться. Букв. Вĕрен пĕтĕрнет, скручивается. IЬ. Хивре явнă кантра пĕтĕрнет (свертывается). Орау. Лашан вĕренĕ (привязь) пĕтĕрĕннĕ. Çĕнтерчĕ 35. Ура çине сиксе тăрать те, çавăнтах пĕтĕрĕнсе ӳкет. Юрк. Пĕр-икшер-виçшер сăптăрсанах (удар цепом), кĕлте пуçĕсем пушансан, çӳлелле пĕтĕрĕнсе хăпара пуçланă (начинали). Альш. Пысăк çавра картана пĕри татать те, вăйă варинелле пĕтĕрĕнсе кĕрсе каят. П.-Пинер. † Хура шывсем юхаççĕ пĕтĕрĕнсе, ешĕл хумăш юлат тайăлса.

пĕтĕç

(пӧ̌д'ӧ̌с', пэ̆дэ̆с'), соединяться, сходиться. Чума. Унтан вара çав мăккăльсем пĕр-пĕринпе пĕтĕçсе лараççĕ. Ала 6. Хӳрипе пуçĕ (у змея) пĕтĕçнĕ çĕрте анчах лутрарах пулнă, тет, каçас пулсан, унтан каçмала, тет. N. Хăçан та хăçан çитмĕл те çичĕ вар поçĕ пĕр çĕре пĕтĕçет, çан чох тин çак çынна ĕçлен сăхса витертĕр (ужалит). Панклеи. Çаксам (т. е. тури осалпа анатри осал) кăçкăркаласа пыркаласан, лоткă патĕнче хире-хирĕç пĕтĕççĕрç, тет. Пĕтĕçсенех, лоткă çине хăпарса ларчĕç. N. Хăш-хăш пĕтĕç йĕкрешсем пĕтĕçсе çуралаççĕ. СПВВ. ИА. Пирĕн пасар çулĕ ял çулĕпе пĕтĕçет. Две дороги сливаются в одну. Шибач. Выльăх пĕр çĕре пĕтĕçет (собирается). Хурамал. Этем пĕр çĕре пĕтĕçсе (пухăнса) пурăнать. Сёт-к. Сăмахсене пĕтĕçтерни пĕтĕçмест (построение речи идет негладко, не клеится)? Ib. Пĕтĕçмен сомах. Несуразная речь, слово. || Стать полным. СТИК. Пĕтĕçнĕ сысна: сысна чист пĕтĕçнĕ ĕнтĕ, утса та çӳреймест. Ытлашши мăнтăрланса кайнă сысна çинчен калаççĕ.

пĕчен

(-џ̌-), то же, что пĕччен. Н. Сунар. Хуçи уна пĕчене (ему одному) 10 тенкĕлĕх пачĕ, тет. Регули 267. Вăл килмерĕ те, эпĕр пĕченех кайрăмăр. Микушк. † Ашшĕсĕр, амăшсĕр тăлăх ача, пĕчен пĕр пуç ларса макăрать (сидит одиноко и плачет).

пĕчик

(-џ̌-), маленький. Бгтр. Хватере пĕр карчăк, старик, тата тепĕр пĕчикрех ача порăннă çĕре кĕчĕ, тет. См. пĕчĕк.

пĕчĕк

(пэ̆џ̌э̆к, пэ̆џ̌э̆к'), маленький. Чуратч. Б. † Пĕчĕкçеççĕ çĕрĕ, пĕчĕк куç, çавăрнат купăс майĕпе. Исаково. Пĕчĕк те пулсан, ылтăм пек, тесе калаçаççĕ. Сборн. по мед. Çавăн пек çурхахсем хăш чухне пĕчĕк чĕлхе çинче те, ун хыçĕнче те, пыр çумĕнче те пулаççĕ. Чураль-к. Пĕчĕк-пĕчĕк çăраççи ӳкрĕ-ӳкрĕ çухалчĕ: уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. (Сивĕ пăхĕ., т. е. блистание снега). Торп-к. Пирĕн ял çӳлĕрех çĕрте ларать, вăл Торп-касси ятлă. Вăл пĕчĕкрех ял, çӳлĕрех çĕрте ларать, çавăнпа катаранах курăнать. N. Пĕрре мана, хам пĕчĕкрех чухнех, аттесем ачасемпе пĕрле вăрмана çитарма ячĕç. Сёт-к. Пĕчĕкрех чохне эп утсампа кайма пит йорататтăмччĕ. N. Сана пĕчĕкскере алă çинче йăтса çӳренĕ. N. Пирĕн ĕлĕк пĕр пĕчĕк пӳрт пурччĕ, вăл та пулин çунса кайрĕ. См. пĕçĕк, пĕчик.

пĕчĕкçĕ

маленький. Альш. Вăл Этремен пирĕн ĕлĕк пĕчĕкçĕ кăна çырмаччĕ, тет. Альш. Пĕчĕкçĕ чĕлхе, язычек. СТИК. Пĕчĕкçĕрен ачасене амăшĕ кĕпе çĕлесе парат та, кĕпине çĕлесе пĕтерсен, хăй тăхăнтарат та: кĕпи пĕттĕр, пуçĕ юлтăр! тет. N. Вĕсем пĕри пысăк, ыттисем пĕчĕкçĕрен пĕчĕкçĕ (все меньше и меньше), теççĕ. || Малость. Ст. Чек. ССО. Пĕчĕкçĕ çисессĕн, вĕсем пĕр-пĕринпе пурнăç çинчен калаçа пуçланă. Бюрг. Эсĕ пире çапла калакала кăтарт-ха, мĕн те пулса пĕчĕкçĕ вĕренеймĕпĕр-и?

пĕччен

(пэ̆ц'ц'эн, пэ̆ч'ч'эн, Пшкрт: пэ̆чӓн) одинокий, одиноко, в одиночестве. Юрк. Атте, çăварни чупам-и ? — Чупассине чуп та, пĕччен пĕр хĕр ан ларт. Ала 26°. Вăл хăваттере пĕччен пӳрте кĕнĕ, тет. N. Уйри пĕччен йывăç. Бес. Çамрăк ачисене пĕччен килсе пăрахса. К.-Кушки. † Ай-хай, уйăх пĕччен, уйăх пĕччен мар халĕ, çăлтăр пур. Ай-хай эпир пĕччен, эпир пĕччен, эпир пĕччен мар халĕ, тăвансем пур. Образцы. Пĕччен пуçпа лартăм, шухăшларăм, çамрăк ĕмĕр епле иртнинчен. Якейк. Вăсам пĕччен мар. Они не одни, ведь их не один (= пĕр ача анчах мар-çке). БАБ. Ялта та пĕр ăратни тавраш те çук (у него). Çавăнпа та ăна пĕччен Павăл теççĕ. Б. 13. Пĕччен автан ашĕ çиме анчах аван, теççĕ. Ядр. † Полккăн-полккăн квакарçын; пĕччен пĕрне хорчка тытрĕ. (Одного только, который был один). Собр. † Пирĕн пек пĕччен карчăксем урай тăрăх утнă чух килте пĕчченех пурăннăран ик аллине шарт çапаççĕ. N. Пĕр-пĕччен эп, пĕр-пĕччен тухрăм уялла. Пир. Ял. Çавăнпа та ăна (черепицу) пĕччен-пĕччен илсе, тупса витме хĕнтерех. Кан. Çакăншăн сут айăпласа пĕрер çулталăк тĕрмере, пĕччен çĕрте (в одиночке) лартмалла турĕ. N. Пĕччен çыннăн алă çитмест. Один работник не успевает. N. Пĕччен-пĕччен, по одиночке. || Туз (в картах). К.-Кушки. Кирпĕç пĕччен, бубновый туз.

пĕчченçи

(-з'и), одинокий; совершенно один. Хурамал. † Асăнман мар, тăванăм, асăнатăп, асăнатăп пĕр пĕчченçи ларнă вăхăтра. Ал. цв. 11. Пĕчченçи пурăнăç йăлăхтарчĕ ĕнтĕ мана. Альш. † Тăвансем каяç ушкăнпа, эп юлатăп пĕчченçи. СТИК. Вăл ăна пĕчченçи парăнтарнă вара. N. Пурăнсан-пурăнсан, ăна пушă хирте пĕчченçине хăварса, ун патĕнчен кайнă.

пĕшкĕн

(пэ̆шкэ̆н), нагибаться, наклоняться. СПВВ. Пĕшкĕнес = пĕкĕнес. Якейк. Пĕшкĕнмесĕр, çĕртен вăл окçая илес çок эс. Не наклонившись, не достанешь ты эту монету. IЬ. Пĕшкĕнерех пар. Юрк. Вăл пирĕн енне çурăмĕпе çаврăнса тăрса, часах пĕшкĕнсе, темĕскер шыра пуçларĕ. IЬ. Пĕр салтак, хăй тĕлне пĕр пулĕ уласа, шăхăрса пыннине илтсен, унтан хăраса: хама ан тивтĕр, тесе, кăшт пĕшкĕнсе илет. IЬ. Халĕ те пĕшкĕнсе ĕлкĕртĕм, пĕшкĕнсе ĕлкĕрмен пулсан, вăл мана вĕлеретчĕ. N. † Çĕлĕкне илме пĕшкĕнсен, сăмси çĕре тивет-çке. Дик. леб. 45. Патша çуртĕнчи пĕтĕм çын ун умĕнче тата пĕшкĕнерех тайăлнă. Ст. Чек. Пĕшкĕнсе ларнă. 1) Сел на корточки; 2) присел (напр., в засаде). Кан. Пуçĕсене çĕклесе, пур ĕçе те чăрмантарма пĕшкĕнеççĕ.

прамми

процецт (от русск. премия). Чет. пути. Пĕр икĕ çĕр тенкĕ памăн-ши, эпĕ сана расписка парăттăм, ултă тенкĕ праммине парăттăм, тет.

прахăçа тух

прийти в негодность. СТИК. Вăл çын пĕр-ик çул хушшинчен пăрахăçа тухса карĕ. Ха, виçĕм çулсенче мăнашкалă аван çынччĕ: хăй ĕçне хăй тăватчĕ. Çиме çăкăри çитетчĕ, кил-çурчĕ çăмарта пек чип-чиперччĕ, халĕ пăх: нимĕн те çук. Хăй чист ĕçсе пĕтни пек çӳрет.

прене

то же, что пĕрене, бревно. СТИК. Ĕлĕк, асаттесем каланă сăмахпа... тырă час пулман, тет. Халĕ тырă вырма Петравках тухаççĕ, ĕлĕк, Ĕлен кун иртсен тин. Тырă вырасси пĕр икĕ уйăха яхăн пыратчĕ, тет. Тырă ан тăкăнса пĕттĕр, тесе, ăна прене кустарса хăма пек вырттарса тухатчĕç, тет. Вара хутте хĕл лараччен выр. Авал ахаль те кĕлтене çунапа турттаратчĕç, тет.

прик

то же, что пĕр-ик. Якейк. † Кĕске çаран утине çолимарăм прик кон; ати-апи вăй çинче çӳримарăм прик çол.

примир

например. СТИК. Примир, сан пĕр аллăнта пилĕк пус пултăр, тепĕринче икĕ пус. Мĕн пурĕ миçе пулать?.. IЬ. Примир калап! (возражает говорящий, если ему заметят неправдоподобность факта и что этого дела на самом деле не было).

присатка

палисадник. Альш. Унтан икĕ карташ сиктерсе, икĕ карташ сиктерсе хушă хăварнă: присатка теççĕ ун пек хушăсене. Присатка еннелле ялан та кирек камăн та пӳрт-çурт. IЬ. Икĕ килĕ юнашар, икĕ килĕ юнашар хутлăха пĕр-икĕ пӳрт вырăнĕ пек пушă вырăн хăварнă: присатка теççĕ вăл хутлăха. N. Вăл ялта кашни кил хушшинче присатка пур. В этой деревне у каждой избы имеется палисадник.

прукун

(-гун), прогон для скота в поле. N. Пирĕн çĕр пысăк мар, ĕлĕк тата сахал пулнă. Çавăнпа пĕр пусăра пĕр ана пӳне яхăн прукун çурса илнĕ. N. Хирте кĕтӳсем çӳреме прукун туса хăвараççĕ.

пропкă

пробка. Собр. Икĕ пуçĕ те, тулашсем те пĕр тĕслĕ. (Пропкă).

прусна

борозда. Рак. Çеçен хирте хура сăкман выртать. (Прусна). Сала 325. Хура вăрман хыçĕнче пĕр ака-пуç акăрса акалат пĕр ача, унăнах та пруснисем ăрасна. СПВВ. КЕ. Суха сухаланă чухне, лаша кас хĕррипеле пымасан: прусна! теççĕ. Вăл: хĕррипе пыр, тени пулать. М. Васильев. Хĕр сохи просни. Альш. Автанпалан ака алтăм (так!), пруснипе калаçрăм. (Çыру çырни). N. Кашни анана прусна тунă. Вăл пруснасенче темĕн чухлĕ çĕр сая кайса выртнă.

рас

раз. В. Олг. Б. Яуши. Кăсем иккĕш те пĕрле пĕр виç-тăват расчен çĕршер, икçĕршер пуç сурăх хуса таврăннă. Шарбаш. Икĕ расра (в два раза) пилĕк тенкĕ укçа яртăмăр. Кама 41. Эсĕ, хăта, саманине мĕнле тишкĕрсе ан тăр-ха. Рас туй килнĕ, туй пултăр. || Сильно, с избытком. К.-Шемяк. Эп хам тăвар расрах каланнине юратап. Я люблю посолонее. Сред. Юм. Паян яшкан тăвар расрах (пересолили). || Ясно, четко. N. Рас çырмас. СТИК. Ирлесе тăрса пăхатпăр та, хапха умĕнче çуна йĕрĕ расах выртат (свежий след). IЬ. Ман куç япалана рас кăтартмаст (= уçă, таса кăтартмаст). Сред. Юм. Кравăл çôхăрни расах илтĕнет. IЬ. Расрах кала. Говори тверже. N. Вăрçă сасси илтĕнет кунта расах: конĕ-çĕрĕн кĕрлет. || Бигильд. † Пирĕн ачи пит чаплă, чӳрече умăнче тăраймас, пире расрах юратаймас.

расла

назв. игры. Якейк. Ку вăйя утсам панче анчах вылляççĕ. Пĕр ача (йопа) чаппанпа çĕре ларать. Он тавра ачасам похăнса, порте чăрпуçланса лараççĕ. Пĕр ача (кĕрек кам) валтан йопайăн чаппан ăшне пуçне чикет. Йĕри-тавра ларакан ачасенчен пĕри çав чаппан ăшне пуçне чикнĕ ачая çорăмран çапать. Çапсан йопа чаппан ăшĕнчен ачан пуçне кăларать те: кам çапрĕ? тесе, итет. Ачи пĕлсессĕн, çапакан ачи чаппан ăшне пуçне чикет, пĕлимасан — хăйех чикет.

расьес

разряд. Кам. Тăвас çул çинче пĕр стантсă, 2 расьес пулмалла.

расна

особый, отдельный, разный. N. Уссăр пырсем расна çынсем çех мар, хăш-хăш сословисем, классем пĕтĕмпех уссăр пыр. Моркар. Аттесем пĕр, аннесем расна. || Отдельно. Якейк. † Тури Мари темле чипер, хĕрсем хошшинче те раснах тăрать. Синьял. † Хура халат пит хӳхĕм, аркине тикĕс каснăран; расна çуралнă, пĕрле ӳснĕ, çавна курмасан, ăш выртмаçт. ЧП. Расна çуралса, пĕрле ӳссе, мĕшĕн уйăрăлмалла тунă-ши? N. Вăл çын расна тăратчĕ. Этот человек стоял отдельно.

Раççей

Россия. Кĕвĕсем. Ай-хай, тăванăмçăм, пĕр чунăмçăм, курсан курăпăр Раççейре, Раççейре мар-çке тĕлĕкре. Карсун † Çак пирĕн тăвансем ылттăн пек, Раççейре çӳрен укçа пек. || Государство. Якейк. Америкри Раççейра мĕлле халăх порнать? (Раççей — в смысле государства). Шорк. Çĕр вĕçи-хĕрине ăçтан çитĕн, Раççей вăл питĕ пысăк вĕт (в см. всего мира).

рат

рота. Сред. Юм. Пĕр рат салтак, одна рота солдат.

ратник

урядник. Изамб. Т. || Ратник, ополченец. Чăв. й. пур. 25. Пĕр вăхăтра, 1855 çулта, ратник пулнă, çав Якку ашшĕ Наттийĕн аслă ывăлне, Кирилене, ратнике çырнă (старшего сына записал в ополченцы).

ремесле

всякое занятие (от русск. ремесло). Сред. Юм. Пĕр ремеслесĕр никам пôрнаймас, пôрте мĕнле те пôлса ремесле тôпать.

рестан

хулиган (от русск. арестант). Хып. 1906. Пĕр Петров ятлă рестан суранланнă.

римис

ремесло, мастерство. КС. Ним римис та çук та... тыр-пул çинче анчах ... ачипчи нумай (у нас). || СПВВ. АС. Римис — пĕр-пĕр япала аркаслансан ниепле майлама хал çук. Пуçтарусăр япала.

ристан

(ρистан), арестант. К.-Кушки. Алик. † Ристан йăтти шӳр йăтă, çапрăмăр та пăрахрăмăр, парапан туса килтĕмĕр, халь те пулин çапатпăр. Сред. Юм. Ристан, арестант. IЬ. Качакана кôлса каланă чôхне ристан теççĕ (в насмешку называют козу). N. Укăлча хапхинчен çамрăк ристан ертсе тухрĕç. Когда я подъехал к деревне, из ворот вывели молодого арестанта. N. Ваçука виçĕ çула ристансен ротне ăсатнă. Юрк. Пур ристанĕсем те пĕр канашлă пулса, кĕпĕрнаттăра йăлăна пуçланă.

ришка

решетка, плата (у монеты). Трхбл. Ст. Чек. Пĕр ĕречĕ эрул енне, тепĕр ĕречĕ ришка енне йышăнат. См. решкă.

рускă

(рускы̆), розга. К.-Кушки. Ачасем лашсемпе çитерме кайсан, пĕр-пĕр ача хушнине итлемесен, çавна рускă çаптараççĕ.

а

(а), particula enclitica interrogativa: an, utrum, num, quae semper verbo finiio in duram vocalem desinenti additur, eidemque secundae tantum personae, ceteris orationis partibus nunquam adiungitur. Вопросительная энклитическая частица: ли, которая ставится только после окончательных глаголов 2-го лица с широким окончанием и иногда по русски не переводится. V. е, и. Алших. Саламалик, тавăсье! Ĕçетре-çиетре? вылатра-кулатра? пире хапăл тăватра? Привет вам и благодарноcть за ваше прежнее гостеприимство! Пируете-ли вы? веселитесь-ли вы? примете-ли вы нас к себе? V. К. Прокоп., Брак у чув., стр. 17, 48. Митта, эс хăнана пыратăн-а (пырáтна)? Дмитрий, ты пойдешь в гости? Эсĕр пасара пыратăр-а (пырáтра)! Вы поедете на базар со мною (или: с нами)? (или: вы приедете на базар в нашу деревню? Если базар не в деревне говорящего, то скажут: „Эсир пасара тухатăр-а (туháтра)?“ — если базар близко, и „эсĕр пасара каятăр-а?“ — если он далеко). Ib. Эс шыва кĕме карăн а? Ты ходал купаться? || Interdum primae personae imperativi adiungitur; haec loquendi forma, cantilenis propria, rem aliquam, cuius perficiendae magnam habeas fiduciam, tanquara alterius arbitrio permissam esse significare videtur. Присоединяясь к 1-му лицу пов. накл., выражает самоуверенное желание сделать что-либо при участии или содействии со стороны другого. Собран 108. Ĕçсем кукки куркуна: курку тĕпне курам-а? Илсем кукки çĕлĕкне: кăтра çӳçне курам-а? Выпей, дядя, свой ковш, я посмотрю на его дно. Сними, дядя, с себя шапку, я посмотрю на твои кудрявые волосы. Батыр. Б. Юрла-юрла ĕçер-е? юртан шурă пулар-а? Пылла-пылла ĕçер-е? пылтан тутлă пулар-а? Давайте пить и петь песни, и сделаемтесь белее снега. Давайте пить медовое пиво, и сделаемтесь слаще меда. С. Тим. Чĕлтĕр юхан çырмана чĕн чĕнтĕрпе карар-а? Давайте преградим течение журчащей речки, протянув настоящее кружево. || Tertiae quoque einsdem modi personae additur, cum aliquis vult significare sese ea, quae alter agat, pro nihilo ducere. Также ставится и после З-го лица того же наклонения, если хотят указать, что действиям другото не придают никакого значения. Ст. Чек. Ак вăл эсĕ мĕн хытланнине аçăна каласа парас тет. — Калатăр-а! Он хочет сообщить о том, что ты делаешь, твоему отцу. — Пусть сообщает, не очень то я об этом забочусь. Ib. Вăл килне каяс тет. — Кайтăр-а! Он хочет итти домой. — Пусть его уходит, не очень то я забочусь. || Item cum particula сам, imperativo addita, coniungitur, qua verborura copulatione is utitur, qui aliquem sincere et ex animo precatur. Соединяясь с частицею „сам“ пов. накл., выражает задушевную просьбу. Собран. 172. Каласам-а, тантăш, чăн тӳррине, санăн чуну кама юратат? Скажи, прошу тебя, мой друг, по чистой правде, кого ты любишь? Кильд. Т. Ан кайсам-а, чун савни, каласси пур пĕр сăмах. Не уходи, душа моя, мне надо кое-что тебе сказать. || Eadem loquendi forma adhibetur cum aliquis vult significare nibil interesse sua, quid agat alter. Тот же оборот выражает безразличное отношение к тому, что делает другое лицо. Ст. Чек. Аннене каласа парам-ха! — Каласам-а! Я вот пожалуюсь матери! — Жалуйся, не очень то я забочусь.

а

(а), coniunctio adversativa Russica, soloecismi genus: sed, interdum etiam continuandae orationi apta, ut autem, aut contradictioni, союз а. Шорк. Эпĕ она вăрмана вотă патне кайма хошрăм, а вăл пасарă тохса карĕ. Я велел ему ехать в лес, за дровами, а он пошел на базар. || Ой-к. А çак çĕлен Аван патшапа пĕр тăван пулнă. А этот змей был родной брат царя Авана. || Ib. Ярасси яратăп та, ху килте пĕлменнине хăвалла мана. — А мĕн çĕр хут каласси пур ăна? эпĕ сана тахçанах пĕрре каланă вĕт, — терĕ, тет, старик. Я дам тебе дорогу, если ты подаришь мне у себя дома то, о чем ты не зваешь. — Зачем же повторять это сто раз? — сказал старик, — ведь я уже говорил тебе однажды об этом раньше.

ай

(aj), pars inferior; inferiora, ima, низ, нижняя часть. Альш. Чашкă айĕ тарласан, йĕпе пулать, тет. Если чашка снизу запотеет, то будет мокро. Самар. Хура вăрман айĕ такăр пулсан хăтăлаймĕ тилĕ, пур пулсан. Когда в большом лесу станет гладко, лисице, если она будет там, не уйти целой. Альш. Айĕ те тӳшек, çийĕ те тӳшек. (Хăнтăла). И снизу перина и сверху перина. (Загадка о клопе). Сохр. зд. Вăл е айĕ йĕперен, е пăх-шăкпа лапăртаннăран... макăрать пулĕ. Может быть, он плачет оттого, что под ним мокро, или оттого, что он испачкался в испражнениях. || In casibus obliquis interdum adverb, loco usurpatur. В косвен. пад. иногда употребляется в значенин наречия. Ст. Айб. Ая юрать, ая кĕмест. (Пукан). Смысл этой загадки о стуле темен. Альш. Ăна ачасене ая шăнăран параççĕ. Его дают детям, чтобы они не мочились под себя. Сред. Олг. Ая янă. 1. От страха испустил мочу. 2. Страшно перепугался. Ун кăмăлне ялан ая туса пырсассăн... Если все время подавлять его стремления... Якей. Ая туса пăрахатьчĕ. (Меня) чуть не занесло (снегом) [или: чуть не придавило (чем-либо)]. Собр. Кушака çĕнсе шăрши айне пулнă, теççĕ. Одолел кошку, но был побежден мышью. (Послов). Орау. Хăш çын айран каланине сисимаçть. Иные не понимают намекок. Орау. Çил улăма айăн-çийĕн вĕçтерчĕ. Ветер перебуторил солому. Альш. Пĕри, шыва кĕрсе кайса, шыва айăн-çийĕн çавăрĕ. Одна из них (кобыл) войдет в воду и взболтыхает ее до самого дна. || Saepissime postpositionis vim habefc, eandem ac praepp. sub, subter, quo sensu plerumque cum particulis possessivis coniungitur. Часто служит послелогом, при чем соединяется с притяж. суфф. Ман айăма (ман ая), ман айăмра (ман айра), ман айăмран (ман айран); пирĕн айăмăра (пирĕн ая), пирĕн айăмăрта (пирĕн айра), пирĕн айăмăртан (пирĕн айран); сан айна (сан ая), сан айăнта (сан айра), сан айăнтан (сан айран); сирĕн айăра (сирĕн ая), сирĕн айăрта (сирĕн айра), сирĕн айăртан (сирĕн айран), ун (он) айне, ун айĕнче, ун айĕнчен; вĕсен айне (вăлсам айне), вĕсен айĕнче (вăлсам айĕнче), вĕсен айĕнчен (вăлсам айĕнчен), ун айĕпе, вĕсен айĕпе. V. Матер., 214, Синт., 148 — 211, 292 — 348, 348 — 378. КС. Ман айăма шыв юхса кĕрет. Под меня течет вода. Ib. Сирĕн айăрта ман тӳшек выртать. Под вами лежит моя перина. Ib. Çирĕн айăртан çак сăхмана илсе тăхăнам-ха эпĕ. Ну-ка, я возьму из под вас этот кафтан и надену его. Ст. Чек. Пирĕн айăмăра кĕççĕ сарчĕç. Под нас подостлали войлок. Ib. Чаппан айăмăрта выртат. Чапан лежит под нами. Ib. Шăши пирĕн айăмăртан тухса карĕ. Мышь выбежала из-под нас. Ib. Кĕнекене минтер айне хутăм. Я положал книгу под подушку. Морг. Ырă çын, тархасшĕн хоп мана лорăк айне! Пожалуйста, покрой меня, добрый человек, лукошком! Тай.-Т. Шыв çисе пыннине çĕр ишĕлсе аннă та, юпи вара шыв айнĕ пулнă. Когда берег от размывания водою обрушился, то столб очутился под водою. Ст. Яхак. Ун чухне унта пĕчĕк ачасем çунашкапа ярăнмалли те çук, çиччас, çуна айне туса, вĕлерсе пăрахĕç. В то время маленькие дети и не могут кататься на салазках, так как легко могут быть раздавлены на смерть санями. Букв. 1886. Ĕне айне лармасăрах ĕмĕр ирттермелле турă çырнă пулĕ, терĕç. Они решили, что, должно быть, им суждено прожить без коровьего молока. Сред. Юм. Сăмахран пõлсан, эп çын айпе йõлаканни мар вара. Словами меня не забьешь. Тай. Çакă ялăн ачисе сăмах айне турăмăр. Своими речами мы заткнули рот парням этой деревни. || Альш. Вăрманпа Ескӳл хутлăхĕнче çаранлăх: хамăр ял айĕнчех пирĕн, унтан лерелле Хирти Кушкăсен, Мертлĕсен. Между лесом и озером Ескӳл луга: под самой нашей деревней — наши, а дальше — принадлежащие Полевым Кошкам и Мертлям. Пĕр хĕр кăкăр таран çĕр айĕнче тăрать. Девушка стоит по грудь в земле. Ход. во св. Çĕнĕрен тухакан кĕнекесене пурне те пĕрер те пулин илсе яланах ал айĕнче тытас пулать. Надо приобретать все новые книги, хотя бы по экземпляру, и всегда иметь их под рукою. Лашм. Пирĕн пата хăнана (= хăнана) пыр. Ыттах тĕлне пĕлмесен, Тури касра, кĕтесре, — Тури касра, кĕтесре, улма сачĕ айĕнче. Приходи к нам в гости. Если не знаешь сам, то мы живем вот где: на Верхней улице, на углу, под яблоновым садом. Якей. Чуть йор айне полаттăмччĕ. Меня едва не занесло снегом. СТИК. Çын айне пулса пурăнакан çын, человек, который находится в вечном подчинении у других. Абыз. Путь-путь путени, çав путенен йăвийĕ сакăр ана айĕнче. Подь-полоть перепелка; гнездо этой перепелки под восемью загонами. ЧП. Хырă айĕсенче çырлалăх. Под соснами ягодные места. Якей. Эп кĕпер айĕпе коньккипа ярăнса тохса карăм. Я прокатился на коньках подмостом. Ст. Чек. Вăрман айĕпе пырат. Едет (или: идет) под сенью леса. Землед. Ыраша хытта хăварнă хура пусса акаççĕ. Хăш чух тата пĕр-пĕр курăк е тырă айĕнчен тухнă çĕре акаççĕ. Рожь сеют на паровом поле. Иногда ее сеют на поле, вышедшем из-под какой-либо травы или из-под хлеба. || Etiam adiectivi vim habet, quae loquendi forma perrara eat. Очень редко имеет смысл им. прилагательного. ЧП. Аял ту çинче ай кĕлет, ай кĕлетре аслă аппа. На визенькой горе нижний ярус клети, а в нем моя старшая сестра. Каша. Çӳлĕ тенĕ кĕлетĕр ай кĕлетрен ытла мар. То, что вы считаете за верхний ярус клети, не выше нижнего этажа ее.

айлă-çилĕ

(аjлы̆-с̚’ил’э̆), айлă-çиллĕ, adv., de iis rebus dicitur, quarum una alteri superposita sit, один на другом. Крат. раз. 14. Пуçăм çинче эпĕ виçĕ кунтă йăтса пыратăп пек, виççĕшĕ те айлă-çилĕ пек. Мне казалось, будто я несу на голове три лукошка, одно на другом. Ст. Чек. Айлă-çилĕ япаласем выртаççĕ. Вещи лежат в беспорядке, одна на другой. КС. Ачисем пĕр çĕре пухăннă та, айлă-çиллĕ çывăраççĕ. Дети спят вповалку. Ст. Чек. Эпĕр пырса кĕнĕ чухне, вĕсем айлă-çилĕ выртатчĕç (вырдац’ц’э̆с’). Когда мы вошли, они venereo complexu iuncti erant. Япаласене айлă-çилĕ тунă хăй. Привел вещи в беспорядок.

ай-уй

(аjуj), ай-ой, interiectio admirantis, aut commiseraniis, aut conquerentis, aut perculsi timore, aut omnino auxilio destituti. Междометие неожиданности, сожаления, жалобы, растерянности, испуга, беспомощности и удивления. Торп. Амăшĕ: „ай-уй!“ тесе кăшкăрса ячĕ, тет. Мать его (неожиданно укушенная в сосок) вскрикнула от боли. Ст. Чек. Ай-уй, ачам, сана ачасем хĕнерĕç пулĕ, пит хурланса йĕрен! Ах, дитя мое, тебя, вероятно, прибили ребята, что ты так горько плачешь! КС. Ай-уй, ачам, шăнса карăн пулĕ! Ах, дитя мое, ты, вероятно, озяб! Орл. Ай-уй, карчăк! çарăка шăшисем çисе яраççĕ! Ах, старуха! ведь репу-то поедают мыши! Яргун. Карчăк кĕчĕ, тит те: „Ай-ой! Тип икерчĕ ан çи, тесе каларăм, тип икерчĕ çиса вилсе кайнă!“ тесе, хуйхăрса ячĕ, тет. Старуха вошла в избу, да так и ахнула. „Говорила я: не ешь сухих блинов! Вот стал есть, (подавился) и умер!“ Череп. Ай-уй! пĕтрĕм-çке! Ах, я погиб! Орл. Ай-уй! йĕкем ăçта-ши? Хапхам умне туй çитрĕ! Ах, где мое веретено?! К моим воротам уже подьехал свадебный поезд! КС. Ай-уй! çунса каятпăр! Батюшки! горим! Каракыш. Ай-уй! ан тивех, ӳкетĕп. Ах, не тронь меня, я упаду! (Загадка об инее). Шаймурз. Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм! чĕлхемсем çыхланать вăтаннипе! Ах, мой милый друг с червыми глазами! от стыда у меня путается язык! Шорк. Ай-уй! Эсĕ çитрĕн те-и конта? Епле пит час килтĕн? Как, ты уже здесь? Как это ты пришел так скоро? || Nonnunquam etiam cum bianditia quadam enuntiatur. Иногда произносится с оттенком ласки. Череп. Ай-уй! алли (ал’л’и) пĕчекçеççĕ! Батюшки! какая махонькая ручёночка! || Produeta y littera admirationem significat, nonnumquam etiam cum quadam commiseratione, quod efficitur voce, vario modo mflexa. Если гласная второго слога междометия удваивается, то оно выражает удивление, иногда с оттенком сожаления, что зависит от интонации. Шорк. Ай-у-уй, пĕчĕккĕ! Ку йĕлтĕрпе епле çӳрес? Какие маленькие! Как ходить на таких лыжах? КС. Ай-у-уй! сухине аран тытса пырать! Господи! он еле правит сохов! Primae syllabae u littera interdum produeta voce effertur, quod non potest fieri nisi in canendo. Согласная й первого слога иногда удваивается: это может случиться лишь при пении, в обыкновенной же речи удвоения не бывает. ЧП. Ай-юй, аттеçĕм те аннеçĕм! уйăрăлаппăр-ĕçке пĕр çĕртрен! Ах, батюшка! ах, матушка! ведь для нас настало время разлуки. С. Тимерс. Ай-юй, тăванăмсем-тукансем! курса калаçмасан, чун тӳсмест. Ах, родные мои, родимые! как трудно переносить долгую разлуку ЧП. Ай-юй, „кил, кил!“ теме ай йăла пур, килсен: „кай, кай!“ теме йăла çук. Есть обычай приглашать (в гости), но жаль, что нет обычая говорить пришедшему гостю, чтобы он уходил.

ай-хай

(аj-х̚аj), interj. approbantis, aut vebementius appetentis aliquid, aut aliquid conquerentis, междометие, выражающее одобрение, желание и жалобу. С. Дуван. Ай-хай хавас хĕр-сăри! — çулне иккĕ пулинччĕ! Ах, какое веселье этот девичий пир! — хорошо бы быть ему два раза в год! СТИК. Ай-хай, çав лаша пат шеплĕччĕ! — илеймерĕм. Ах, какая славная была лошадь! — не пришлось купить. Толст. Суккăрри пăрçа хăмăлĕсене хыпаласа пăхрĕ, тет те: „Ай-хай хутаçлă!“ терĕ, тет. Слепой пощупал стебли гороха и говорит: „Ах, какой стручистый!“ Халл. 29. Ку пăхса тăрать-тăрать те: „Ай-хай!“ тет. „Ку çыннăн аттисем вĕр-çĕнĕ япала пек; кăна хывса илсе тăхăнсан питĕрех те аван пулĕччĕ.“ Он смотрел, смотрел, и говорит: „Ах, какие новые сапоги у этого человека! Хорошо бы снять их и надеть на себя“ Т. VII. Ай-хай! манăн çăвара пĕр улми татăлса ӳкейинччĕ! Ах, если бы одно из этих яблоков оторвалось и упало мне в рот! Асан. Ай-хай, çавна тăваймарăм! Ах, как жалко, что мне не удалось этого сделать! Ст. Чек. Альш. † Ай-хай, тетеçĕм те йинке-çĕм! каламăр-ши пире те шух тесе? Ах, братец и невестушка! мы боимся, что вы нас обвините в неумении вести себя. Бишб. † Ай-хай, аттеçĕм те аннеçĕм! ытла хытă сăмах ан калăр: кăмăлăм çемçе, чăтас çук. Ах, батюшка и матушка! не убивайте меня суровыми речами: у меня нежное сердце, я не перенесу. || Aut diffi-dentis. Также выражает недоверие, сомнение. Б. Акса, Череп. Ай хай! тăвĕ-ши вăл? Едва ли он сделает (или: не верится, чтобы он сделал). || Interdum superlativi vim habet. Иногда имеет значение частицы усиления. Л. Кошк. Ай-хай, паян шăрăх-çке! Ах, как сегодня жарко! Ib. Ай-хай, кăçал йывăр килчĕ-çке! Ах, какой тяжелый нынче год!

аяк

(аjак), latus; pars; ripa; paries, бок; сторона, берег; стена. КС. Манăн аяк ыратать. У меня болит бок. Ib. Манăн аяк чикет. У меня колотье в боку. Изамб. Т. Кайсан-кайсан, эпир çул аяккинелле пăрăнакан (лучше: пăрăннă) икĕ лаша йĕре куртăмăр. Проехав некоторое расстояние, мы заметили два лошадиных следа, которые шли в сторону от дороги. ЧП. Сирĕн пӳрт аяккинчен юр кайнă. Снег, лежавщий у вашей избы, сошел. КС. Хыт çĕрте выртса, аякăм (i. q. аяккăм) хăпарса туххăр пуль. От лежания на жестком у меня, наверное, бока распухли. Çырманăн ку аяккинче, на этой стороне оврага; çырманăн леш аяккинче, на той стороне оврага. Букв. 1908, 16. Çав турпас татăкĕсене купаласа, вĕсем пӳрт тунă. Малтан аяккисене купаланă, унтан тăррипе тунă. Из этих обломков щепок они склали избу. Сначала склали стены, а потом сделали крышу. || Huius nominis tertius, quartus quintnsque casus adverbiorum more longinquitatis significandae causa usurpantur. Дат.-вин., местн. и исходн. падд. этого сущ. также употребляются в значении. наречий, означающих отдаленность. Аякка, longe, procul (eum locum significat, quo aliquis iter faciat), в сторону; далеко (указывая направление действия); аяккарах, longius, remotius (turn quietera, turn motum significat), дальше в сторону; подальше (означая как направление, так и место действия); аяккалла, locum remotiorem versus, в сторону; аяккарахра, in loco remotiore, подальше (на вопр. где?); аяккарахран, ex loco remotiore, из более отдаленного места; аякра, longe, procul (locum denotat, ubi aliquid sit vel fiat), далеко, вдали (указывает место действия); аякрарахра, longius (locum, ubi aliquid sit vej fiat, sign.), подальше (на вопрос где?); аякран, a longinquo, e longinquo, издали; аякрарахран, ex loco remotiore, более издали, из более отдаленного места. || Hue adiectiva pertinent, ab iisdem adverbiis derivata. Сюда относятся и прилагательные, образованные от этих наречий. Аякри, longinquus, remotus, дальний; remotiore loco orinndus, дальний (т. е. родина которого далеко); аякрисем, remotiore loco orinndus vel oriundi (utriusque numeri vim habet; v. Оп. чуваш. синт. § 59), дальний по происхождению, родина которого далеко (имеет значение как ед., так и мн. ч.); аяккарахри, аякрарахри; аяккараххи (hoc absolute tantummodo usurpatur), remotior; e remotiore loco oriundus, более дальний; происходящий из более отдаленного места. Аяккараххи употребляется только во 2-й форме, т. е. без определяемого имени; аяккалли (аjаккаλλиы), ulterius situs, ulterior, находящийся по паправлению в сторону от чего-либо или далее чего-либо. КС. Вăсем аякка кайнă. Они ушли далеко, т. е. в отдаленное место. Ib. Вăсем ялтан аякка-а (аjаккŏ) кайнă та, тапратнă тавлашша чупмашкăн. Они отошли далеко (усиление) от деревни и начали бегать взапуски. ЧС. Ĕнтĕ кăшт аяккарах кайса тăтăм. Тут я отошел несколько подальше (или: в сторону). Ib. Вĕсенчен аяккарах (i. q. аяккарахра) пĕр пысăк сысна кĕтĕвĕ çӳренĕ. В стороне от них паслось стадо свиней. Ст. Чек. Унтан аяккарах каймалла. Надо итти несколько дальше того места. Ib. Вăл тата аяккарах. Это ее дальше. КС. Вăсем ятлаçма тапратрĕç те, эп шурăм аяккалла. Они стали браниться, и я отошел всторону. Ib. Вăл ялтан аяккарахра тепĕр ял пур. Несколько в стороне от этой деревни есть другая. Ib. Эс арăмна аяккарахран ил. Ты возьми жену из более дальней местности. Ib. Эс аяккарахранах çавăрнса кил-ха. Ты уж сделай более далекий обход (или: обьезд; -ах выражает настойчивость или большую отдаленность). Ст. Чек. Тула аяккарах кайса лар. Усядься за нуждой (exonera alvum) подальше (от нас). Т.-И.-Шем. Унтан, вутне (улăмне) чĕртсе ярса, хĕвеле хирĕç виçĕ хут купăс каласа, алă çупса, ташласа, вут тавра çаврăнаççĕ: малтан аяккарахран çаврăнаççĕ, иккĕмĕш хут вут çывăхĕнчен çаврăнаççĕ, виççĕмĕш хут вара, вут çумĕнченех çаврăнса урисемпе ташласа таптаса, вута сӳнтереççĕ. Потом зажигают солому и трижды обходят вокруг огня, против солнца, с пляскою, играя на скрипке и хлопая в ладоши. Сначала они обходят держась подальше от огня; во второй раз — близко к огню, а в третий — около самого огня, при чем пляшут и ногами затаптывают костер. Альш. Йăран-йăран купăста, йăранĕ хушши аякра. Целые гряды капусты, на широком расстоянии одна от другой. Вĕсем (пит) аякра пурăнаççĕ. Они живут (очень) далеко | Меtaphor. Переносно. Крат. раз. 28. Кирек мĕнле çылăхран та аякра тăрать. Он далек от всякого греха. | Ст. Чек. Кăшт аякрарах пулĕ. Вероятно, это будет подальше. Кошк. Вĕсем вăл шертепе ăна аякран тĕртсе ярас тенĕ. Они хотели столкнуть его этою жердью издали (в воду). Т.-И.-Шем. Тrans. Малтан пынă чухне евчи хĕр ашшĕпе амăшне тӳрех каламасть, аякран пуçласа, çавăрса илсе, калать. В первое посещение сватун не сообщает родителям невесты о целях своего посещения прямо, а начинает свою речь издалека. Радон. Мăнастир патĕнчен иртсе каякан çĕнĕ çулпа кайман, мăнастиртен аякрарахран иртсе каякан кив çулпа тӳрĕ кайнă. Он не пошел по новой дороге, которая шла около монастыря, а пошел прямо, по старой дороге, проходившей несколько дальше от обители. || Альш. Аякри пуян пулса килеççĕ, тет те кусем (= кĕсем), хĕре килĕшеççĕ, тет. Они приехали, приняв на себя вид дальних богатых людей, и сосватали девушку. Эсĕ ăçтисем? — Аякри (или чаще: аякрисем). Ты откуда? (или: ты откуда будешь? ты чей такой будешь?) — Я дальний. Ст. Чек. Эпĕр, ачам, аякрисем пулатпăр. Мы, дитя мое, дальние (т. е. наша родина далеко). Ст. Чек. Ялтан аякрарахри (или: аяккарахри) хурăнсене касса пĕтернĕ. Те березы, которые росли подальше от деревни, все срубили. Ст. Чек. Пиртен чут аякрарахрисем выçăпа та аптăранă. Те, которые живут немного подальше от нас, даже голодали. Череп. Эпир, аяккараххисем, çавăнтах юлаттăмăр. Мы, более дальние (т. е. у которых родина была дальше), оставались тут же. Ст. Чек. Унтан аяккараххисем килĕнчен малтан тухса карĕç. Те, которые живут подальше (названного места), выехали из дома раньше. КС. Унтан аяккаллисене кунтарах исе хурăр. Те, которые (лежат) дальше его (ее), положите сюда поближе. Ст. Чек. Унтан аяккаллисене выçлăхра тырă параччĕç (i. q. паратьчĕç). Более дальним раздавали во время голода хлеб. N3. V. айăк.

аюккă

(аjуккы̆), idem est atque аюк, quae est inlerj. ahnuentis vel recusantis. То же, что аюк, и выражает отказ или нежелание. КС. Пĕр-пĕр япалана тăвас килмесен: аюккă, теççĕ. Когда не соглашаются сделать что-либо, то говорят: нет.

айăк

(аjы̆к), i. q. „аяк“. Якей, Янгильд. и др. Non est neglegendum in gradu comparativo quartum quintumque huius nominis casum duobus modis vel a tertio vel a quarto positivi grados casu derivari posse. Utriusque derivandi rationis haec est differentia, quod ilia (айăккарахра, айăккарахран) rem aliquam non eodem loco esse aut non ex eodem, unde alia, loco proficisci significat, haec vero (айăкрарахра, айăкрарахран) earn, de qua agitur, rem in loco remoiiore esse aut ex loco remotiore proficisci demonstrat, ita lit maior locorum distantia ostendatur. При образовании сравнит. степени от косвен. падд. этого сущ. формы местного и исходного падд.,. образованные от дат.-вин. пад. (айăккарахра, айăккарахран) выражают лишь относительную отдаленность (нахождение в стороне от предмета или движение, исходящее из точки, лежащей несколько в стороне от предмета), тогда как те же формы, образованные от местн. пад., обозначают положительную отдаленность (нахождение поодаль или в некоторой отдаленности от предмета или движение, исходящее из точки более или менее удаленной ог предмета). Якей. Вăл мана айăкран тĕкре. Она толкнула меня в бок. Моляк. Вара тепĕр кунĕ, хăртнине кайсан, курнă: кусен пĕр утă пĕрчĕкĕ те айкка сикмен, тет. На другой день, когда он пошел на поляну, то увидал, что у них ни один стебелек сена не был стронут с места. Якей. Мăнастир панчен он пĕр çич çохрăм айăккалла пăрăнса иртсе каймалла полнă. Ему пришлось пройти, свернув верст семь в сторону от монастыря. Якей. Çолтан айăкра порнать. Живет в стороне от дороги. ЧС. Тата анне йĕплĕ пиçен татса килчĕ те атте айăккисене хурчĕ. Кроме того, мать принесла травы „йĕплĕ пиçен“ и положила ее по обоим бокам отца. Яжут. Чӳркӳре хĕрĕн тупăк айăккине кайса выртрĕ. Он пошел и лег в церкви около гроба девушки, сбоку. Якей. Хопах айккинче ĕссĕр çын выртат. Около кабака (сбоку) лежит пьяный. Якей. Ман айкка (ман çома) ларчĕ. Сел сбоку около меня. Ib. Йăвăç айккине пытанса ларчĕ. Спрятался у дерева. Ib. Çол айккипа кĕтӳ çитарса çӳрет. Пасет около дороги стадо. N. Кимĕ тепĕр айăккинче пулнă. Пором был на другой стороне или у другого берега. ЧП. Атăл леш айĕккĕнче (= айăккинче) хур кăшкăрат, ку айĕккĕне (= айăккине) каçасшăн. На той стороне Волги кричит гусь: хочет переплыть на эту сторону. Якей. Хора çырла (Iеgе: с̚’ирла) ампар айккисенче, ампар вырăньсенче, навослă çĕрте полать. Червый паслен(?) растет около надворных построек или на их месте, на навозной земле. Ib. Çот айккинче кĕтӳ çӳрет. На пригорке пасется стадо. Атнар. Ман айăкка виççĕн килсе тăчĕç. Подошли трое и встали около меня сбоку. Якей. Вăсам контан айăкра порнаççĕ. Они живут далеко отсюда. Ib. Ман айăкран виççĕн иртсе карĕç. Мимо меня сбоку прошло трое. Ib. Вăрманта эпĕр çиса ларнă чохне, айăкран пĕр çын сиксе тохрĕ те, пирн пата пырса тăчĕ. Когда мы сидели в лесу и ели, в стороне от нас неожиданно появился человек и подошел к нам. Ib. Эпĕр айăкран килтĕмĕр. Мы пришли издалека. Ib. Эпĕр онпа пĕрле айăкран пытăмăр. Мы с ним шли стороною. Атнар. Эс манран кĕт айăккарах кайса тăр. Ты ступай и встань немножко в сторону от меня. Хирле-Сир. Иккĕн вăрçнă чох, виççĕмĕшин айăккарах кайса тăрас полать. Когда двое дерутся, третий должен отойти в сторону. Ib. Утсам шу ĕçрĕç те, пĕверен айăккарах кайса тăчĕç. Лошади напились и отошли несколько в сторону от пруда. Атнар. Ку кĕнекея айăккарах хор. Убери эту книгу подальше. Б. Макл. Эс кăшт айăккарах кайса тăр. Ты ступай, встань немножко в сторону. Атнар. Çолтан айăккалла карĕ те, ларч. Пошел в сторону от дороги и сел. Якей. Мантан аяккалла çавăрăнса тăчĕ. Отвернулся и отошел от меня в сторону. Атнар. Айăкрарахран пытанса карăм та хыçалтан пырса тытрăм. Я пошел незаметно на некотором отдалении от него и схватил его сзади. Ib. Эп çанта тăнă чох, вăл çын мантан кĕт айăкрарахра тăратьчĕ. Когда я стоял там, этот человек стоял в некотором отдалении от меня. Атнар. Кошак йăтăран кĕт айăкрарахра выртать. Кошка лежит немножко дальше собаки. Хирле-Сир. Хочашран Лешкошкĕн айăкрарахра. Олешкино находится несколько дальше с. Хочашева. Атнар. Пӳрт çав айккинелле тайăлнă. Изба покосилаеь в ту сторону. Хирле-Сир. Ваçли варĕнчен ана айккинелле кар. Со средины загона Василий пошел к его краю. Ib. Крыссам ларияран тохса кĕлет айккинелле чопса карĕç. Крысы выбежали из ларя и побежали по направлению к амбару. Атнар. Çав çынтан айăккарахра пĕр çын тăратьчĕ. Несколько в стороне от этого человека стоял человек. Хирле-Сир. Канавран айăккарахра пĕр осал хорама ларать. Несколько в стороне от канавы растет дрянненький вяз. Атнар. Вăл çолтан айăккарахра тăратьчĕ. Он стоял несколько в стороне от дорога. Хирле-Сир. Эп çолтан айăккалларах пăрăнса тăтăм. Я отошел и встал несколько в стороне от дороги. Ib. Эс çолтан кĕт айăккалларах пăрăн. Ты немножко отойди от дороги. Якей. Утпа айăккалларах тыт. Ты держи (свою) лошадь несколько в сторону. Хирле-Сир. Стел храх айккинеллерех пăрăнса кар. Стол несколько покосился в одну сторону. Ib. Çил аврая çырма айккинеллерех илсе кар. Ветром унесло мякину к оврагу (так что часть ее попала в овраг: „айккинелле“ здесь значило бы только: в сторону оврага). Хирле-Сир. Атипа иккĕн чол тăкаппăр: ати варĕнчине, эп айăкрараххине тăкап. Мы, двое с отцом, насекаем жернов: отец — средину, а, я — ближе к краю. Якей. Çол айккинче пăру выртать. Около дороги лежит теленок. Ib. Хопах айккинче эреке ĕççĕ лараççĕ. Сидят около кабака (сбоку) и пьют водку. Хирле-Сир. Пуçтери ĕстел айăккинчерехре выртать. Гребень лежит около края стола. Якей. Хĕрĕнчи лаши çол айккипа чопса пырать. Пристяжная бежит по краю дороги. Якей. Çолтан айăкра пĕр йăвăç ларать. В стороне от дороги растет дерево. Хирле-Сир. Çăмăр тивесрен йăвăç айккине сĕвенсе тăтăм. Я укрылся („прислонился“) от дождя под деревом. Якей. Тăтăм та чукун çол айккипа отрăм. Я встал и пошел вдоль полотна железной дороги. Ib. Вăрман айккипа çол пырать. Вдоль опушки леса тянется дорога. Ib. Туй иртсе кайнине çол айккинче пăхса тăтăмăр. Мы смотрели на проезжавшую свадьбу, стоя близ дороги. Ib. Çол айккине навос тăкрĕ. Свалил навоз близ дороги. Собран. Пӳрт айккинче чĕн пушă çакăнса тăрĕ. (Çивĕт). На стене избы будет висеть ременная плеть. (Загадка о женской косе). Панкли. Пăр (= пĕр) шăтăк анчах хăвартăм сарай айккине. Оставил в стене сарая только одно отверстие.

айăп

(аjы̆п), culpa; vitium; vitium corporis; casus adversus, вина; порок; телесный порок или недостаток; несчастие. Чăвйпур. 27°. Вăл сире мĕн айăп турĕ? В чем он перед вами провинился. Ст. Чек., Орау. Уринче айăп пур. У нея (лошади) есть физический недостаток в ногах. Сред. Юм. Йĕкĕр капан хõшшинче сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм, атте-анне хõшшинче пĕр айăпсăр ӳсейтĕм. Между двух стогов я выростил полое внутри растение без коленцев, между отцом и матерью я вырос без всякого телесного недостатка. (Песня рекрута). Календ. 04. Тата вăл лашан айăпне пытарма ăста. Кроме того, он умеет ловко (мастер) скрывать пороки лошади. Ст. Чек. Хама хам айăп турăм. Я сам себя искалечил, т. е. по своей вине, напр. сломил руку или нанес себе какое-либо другое повреждение. Ib. Ку лашан аяп пулнă. У этой лошади был порок. Собран. 229. Çимĕк иртсен, пĕр виç тăватă эрне çинче тиркеççĕ. Тиркемесессĕн, пĕр пĕр айăп пулать, теççĕ. После семика, в течение трех или четырех недель, воздерживаются от некоторых работ и действий; в противном случае, по их мнению, случится какая-нибудь беда или несчастие.

айван

(аjван), stultus: incallidus; mollius est, quam ухмах. Глупый, простой; выражение более мягкое, чем „ухмах“. СПВВ. ПЕ. Айван — йăвашшăн (надо: çемçереххĕн) калани. „Айван“ — мягкое выражение. ЧС. Эй, айван! Эсĕ, пирĕн сăмахсене итлемесĕр, çамрăк пуçупала таçта кайса, темĕн тĕлне пулса, темĕн çапса вĕлерес, темĕн персе вĕлерес... Ах, глупая голова. Если ты не послушаешься нас, то с своим молодым разумом попадешь не знаю куда, или тебя кто-нибудь убьет. Ар. Ив. Ача-пăчанăн мĕн пулмасть, халĕ вăл çамăрăк, айван. С детьми чего не бывает; теперь он молод, глуп. Сред. Юм. Çамрăк çынна: „Ăс кĕрсе çитмен-ха õна“, тессине: „Айвантарах-ха õлă“, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать о молодом человеке, что он еще не вошел в совершенный разум, говорят: „Еще его дело глупое“. Ходар. Эпир айван ывăлĕ-хĕрĕ ним те пĕлместпĕр, пĕр сан çине анчах витĕнетпĕр. Мы, глупые люди (точнее: дети глупых), ничего не знаем, и только на тебя уповаем. (Из молитвы при обряде чӳклеме). Буин. Çăвара шыв тулнă, кăшкăрмалла мар. Хай эпĕ, айванскер, шыва çăта пуçларăм: „Пăлари шыв чактăр та, тухам“ тесе. В рот мне налилась вода, так что кричать было нельзя. Тогда я, глупый, начал глотать воду, чтобы таким образом вода в р. Буле убыла, и я мог выйти на берег. Хып. 06. № З. Ан ухмахлан, айван! Ак мишука çĕкле те, атя ман хыçран, тет. Недурачься, глупый! Вот возьми мешок и иди за мною. Календ. 04. Хăй, айван, вăрлăх чи начаррине хăварать: „Вăрлăха юрĕ-ха“, тет. Сам, по глупости, оставляет на семена самые негодные зерна, думая, что для посева и они годны. || Etiam de rebus dicitur. Также иногда относится и к вещам. Собран. Айван ăсăмпа шухăшлатăп: хамăр тăван лайăх калаçма. Как раздумаю я своим глупым разумом, — как приятно вести беседу е нашею роднею (или: родственником). Бюрг. Хамăн айван ăсăмпа шухăшласан, сана пĕрте усал туман пек туйăнат-çке. Поразмыслив своим глупым разумом, нахожу, что я, кажется, не сделал тебе ничего дурного. А. Прокоп. Пуçăмăр айван, ăсăмăр ухмах. Голова у нас бестолковая, и ум у нас глупый. Орл. Пурăнăç йĕркине питех пĕлиман çынна (ваттинех мар): „Эй, айван ăс!“ теççĕ. Ăссăр вылăха-чĕрлĕхе те калаççĕ. Человека, не знающего житейских порядков (не очень старого), обзывают глупым. Так же бранят и бессмысленную скотину. Ст. Чек. Ку купа айвантарах-ха, кăшт утă хумалла. Эта копна маловата, надо положить еще немного сена. Ib. Ку купа айвантарах пулат, куран: ути те начар, хăй те пĕчĕкçĕ. Эта копёшка, как видно, будет не из важных: и сено плохое, и сама маленькая. || Как существительное. Substantia modo. О грам. 18. Ача-пăчана çамрăкла ирĕк ан пар, унăн айванĕ хыççăн ан кай. Не давай детям воли смолоду и не потакай их неразумию. Л. Кошк. † Мана çырнă çын ачине ырă та ырă тиеççĕ; ун ыррипе мĕн тăвас? — таçтан айванĕ паларат. Все говорили про моего суженого что он очень хорош; а на что его хорошество, когда его глупость заметна невесть откуда?

айкаш

(аjгаш), verbum, cuius vis latissime patet, глагол, имеющий очень обширный круг употребления. Nonnunquam enim est laborare. Иногда значит трудиться. КС. Хытă айкашшĕрĕ вăл паян. Он сегодня усиленно трудился (в Череп. — трудился без успеха). || Interdum imperite aliquid facere. Иногда неумело делать что-либо. Альш. Пĕлни-мĕнĕ çавăнта ĕнтĕ те, айкашатнăр çавăнта. Какое уж там уменье, занимаюсь вот кое-как! (говорит старуха йомзя о своем ремесле). Aut conari niti, conniti, molirг. Также стараться, пытаться, тщиться. Перев. Вăл ман сăмсана, куçсене çаклатасшăн айкашать. Он (медведь) старается зацепить меня за нос и за глаза. Употребление глагола в последнем значении некоторым кажется неудачным. || Aut in pasillis, in minimis occupatum esse; mirum in modum varias res agere; varie se movere; in rebus futilibus et frivolis occupatum esse; operam perdere; inverecunde agere; lascivire, turbam dare. Или делать что-либо маловажное, проделывать разные вещи, выделывать разные движения, валандаться, делать что-либо предусудительное, шалить, поднимать возню. Сред. Юм. Мĕн айкашатăр çанта эсир? Что вы там делаете? (или: возитесь) (фамильярное выражение). ЧС. Аннесем, нимĕн тăвайман пирки, юмăçсем иле-иле килсе, темĕн-те-пĕр айкашатьчĕç. Моя мать и те, кто были с нею, не зная, что им делать, привозили йомзей и проделывали все, что только могли. Чăвашсем, 22. Унта çапла пурте пухăнаççĕ, тет, унта вара тĕрлĕ айкашаççĕ, тет: лашалла та кĕçенеççĕ, ĕнелле те мĕкĕреççĕ, кушакла та макăраççĕ, автăнла та авăтаççĕ, тет. Там они (колдуны) собираются все вместе и проделывают разные штуки: и по-лошадиному ржут, и мычат по-коровьи, и мяукают по-кошачьи, и поют по-петушиному. Ст. Чек. Вĕсем айкашса çӳрерĕç-çӳрерĕç, нимĕн ĕçе те кӳреймерĕç. Сколько ни каталажились (валандались, возились), а дела не сделали. Чăвашпур, 25. Вăл хăй çирĕм икĕ çула çитиччен çапла айкашса пурăннă, пĕр çынпа та калаçман, вăрттăн уллах çĕрте пурăннă. Таким образом (точнее: „манером“) он дожил до двадцати двух лет, ни с кем не говоря и живя уединенно от других. Ib. 26. Вара тырă ака пуçланă, çула кĕтӳ кĕтсе, хĕлле вак касса тăранса пурăннă; хăни тыррине çимен, сутса, укçа туса тăнă. Çапла айкашша, пӳрт те лартнă. Тут он стал сеять хлеб; летом кормился, пася стадо, а зимою — прорубая прорубь. Своего хлеба он не ел, а продавал его и выручал деньги. Таким образом (точнее: „Манером“) он поставил и избу. Ib. 10. Хăй вара лашине пăртак сăтăркаланă, ачашлакаланă та, туртаран тытса, лашине пулăшнă. Лаши вара тапраннă-кайнă. Унтан, пăртак кайсан, кантарнă. Çапла айкаша-айкаша ялтанах кăларса янă. Тут он, потрепав и погладив лошадь, взялся за оглоблю и стал помогать лошади. Тогда лошадь тронулась и пошла. Проехав некоторое расстояние, он дал эй отдохнуть. Таким образом (точнее: при помощи таких приемов), благодаря ему, они выехали в поле. Ib. 5. Çапла айкашша, пĕр айăпсăр çыннах айăплă тăваççĕ. Таким образом (точнее: так мудруя) они делают виновным совершенно невинного человека. Ib. 29°. Чăнах калаççĕ çав: ача-пăча ырра курсан ырă пулать, усала курсан усал пулать, тесе. Çав ачасем те ашшĕ çурри айкашнă пекех айкаша пуçланă. Правду товорят, что дети, если видят хорошее-то становятся хорошими, а если видят дурное, то дурными. Эти дети стали вести себя так же (дурно), как вел себя их отчим. Ялав. Анне мана: „Мĕшĕн апла айкашатăн?“ тесе ятлакаларĕ çав. А мать все-таки побранила меня за эти шалости. Н. Карм. Ан айкаш, не шали. Ст. Чек. Мĕн кунта айкашатăр? Что вы тут возитесь (возню завели)? Иногда также значит: „что вы тут безобразничаете?“, если, напр., парень непристойно хватает девку или возится с нею. Ib. Кĕçĕр çаксем çĕр-хута айкашса çӳрерĕç. Нынче они всю ночь проваландались (безуспешно, не сделали того, что хотели; в предосуд. смысле). Букв. I. 04. Çапла айкашни унăн пит илемлĕ, тĕлĕнмелле. Все живописно и великолепно в нем (лебеде; из соч. Аксакова).

айлăм

(аjлы̆м), locus demissus, низменность, низина. Якей. Эп сан лашасене çанти айлăмра кортăм. Я видел твоих лошадей в той низине. ЧП. Айлăма йĕтĕн актартăм. Я велел посеять лен в низине. Землед. Пĕр хĕрри сăрт, тепĕр хĕрри айлăм. Один берег высокий, другой представляет низменность. ЧП. Пăрна-пăрна выртакан айлăм ути мар-ши çав? Не низинная ли это трава, которая полегла туда и сюда (от своей густоты, высокого роста и сочности)? || Interdum adiectivi modo usurpatur. Иногда имеет значение прилагательного. Айлăм çĕр, locus detnissus, низменное место.

авăнчăк

(aвы̆нζ’к, авы̆н’џ̌ы̆к), adj., curvus, curvatus, incurvatus; arcuatus; aduncus. изогнутый. Изамб. Т. Хăйĕн мăйĕ хурăнни (i. q. хурăннĕ) пек авăнчăк. Шея у него изогнута, как у гуся. Ст. Чек. Авăнчăк хурăна касса ятăм. Я срубил кривую (имеющую один изгиб) березу. Ib. Авăнчăк йывăç — пĕр куккăрлă йывăç. Череп. Аванчăк вĕçлĕ патак, baculum aduncum, палка с загнутым кониом. А. Прокоп. † Сирĕн куç-харши пит авăнчăк, Пĕкĕлмерен илнĕ пĕкĕ пек. У вас брови сильно изогнуты, как дуга, купленная в Бугульме. КС. Авăнчăк çурăмлă лаша, лошадь с крутым изгибом спины. || Etiam flexibile aliquid significare posse videtur. Повидимому, иногда имеет значение гибкого. Турх., КС. Авантăк хулă, гибкий прут. || Eodem vocabulo appellatur furcilla liguea, qua stramenta tolli solent. Иногда обозначает небольшие вилы, которыми берут солому. Изамб. Т. Улăма ăсса илме авăнчăк тăваççĕ. Для того, чтобы брать солому, делают особые вилы. То же и в Череп.

авкаланчăк

(aвгаланζ’ы̆к, авгалан’џ̌ы̆к), varie inflexus, с несколькими изгибами. Ст. Чек. Авкаланчăк йывăç (i. q. куккăр-маккăр йывăç), дерево с несколькими изгибами; авкаланчăк хулă (правулкка) прут (проволока) с неск. изгибами. КС. Пĕр авкаланчăк йăвăçă касса ятăм. Я срубил дерево, имеющее изгибы. Полтава. 76. † Юхса выртан çут шывăн авкаланчăк хумĕсем. Зыбкие волны светлой реки. || Metaph. Qui in ambulando aut stando aut sedendo miris quibusdam motibus utitur. Сред. Юм. Авкаланчăк, тесе, авкаланса-хуçкаланса çӳрекен çынна калаççĕ. Кривлякой называют человека, который кривляется и ужимается.

авмака

(авмага), adj. incurvns, incurvatus, с одной кривизной, согнутый. О прав. об. Купташки авмакарах пулмалла. Чăнкă тусан, суха тимĕрĕ çĕре вĕçĕпе анчах тăрмалать, касă хушшине аялта шăйрăксем юлаççĕ. Разсоха должна быть более или менее изогнута. Если поставить ее круто, то сошники задевают землю только одними концами, и тогда внизу, между бороздами, остаются непропаханные места. Асан. Авмака йывăç дерево, имюющее изгиб. Б. Акса. Чечен урапан ӳречисем авмака пулаççĕ. У красивой телеги нахлёстки бывают с изгибом (для красы). Ст. Чек. Авмака хурăн, береза е изгибом (пĕр еннелле куккăр). Ib. Авмака çурăмлă лаша. Лошадь с крутым изгибом спины. Ib. Авмака пилĕклĕ. Имеющай чересчур крутой изгиб в пояснице, т. е. с вдавшеюся поясницею.

аван

(аван), i. q. лайăх, bonus, probus, integer, abso-lutus, perfectus, conveniens naturae, utilis, iucundus, хороший, честный, добрый, приятный, полезный, удобный, доведенный до высокой степени качества или совершенства. КС. Вăл аван çын. Он хороший человек. Ахаль хăйсем аван çынсем, курсан-тусан, аван калаçаççĕ. Вообще они люди хорошие и при встрече обходятся хорошо. Альш. † Ух! ух! тесе сиктернĕ чух эпĕ аван пултăм-и? Разве я была тебе приятна, когда ты качал меня в колыбели и приговаривал: Ух! ух!“? (Из плача невесты). Альш. Ачам, ку çерем мĕн тума аван? Скажи, дитя мое, на что пригодна эта луговина? Череп. Аван сасса итлеме те лайăх. Хороший голос приятно и слушать. || Etiam absolute usurpatur. Также употребляется и без определяемого имени. Наст. о повед. христ. Авана шухăшласа тухнă иккен те, анчах шухăшланă шухăшĕ çитеймест. Он вышел с хорошим намерением, но намерение его не получает осуществления. || Saepissiine adverbii vim habet. СПВВ. ЛП. Аван тумланнă (= капăрланнă), хорошо, нарядно оделся. Нюш-к. Хусантан аван тавăрăнтăм. Из Казани я вернулся благополучно. Хып., № 26, 06. Аванах лартрăн эсĕ сĕлĕ илекен хуçана! Здорово надул (обманул) ты купца, покупавшего овес! Etiam in salntando usurpatur. Иногда употребляется в формулах вежливости, когда справляются о чьем-либо здоровье. Н. Карм. Аваи-и-ха? — Аван-ха, хăвăр аван-и? или: аван тăраттăр-и ха? — Пурăнатпăр ха. Хăвăр аван пурăнаттăр-и? — Пурăнатпăр-ха хуллен. Как поживаете? — Ничего пока. Как вы? или: как поживаете? — Живем пока. Как вы поживаете? — Живем потихоньку. Ib. Ну, аван-и, салтак? Ну, как поживаешь, солдат? (слово ну здесь лишнее). | Nonnumquam aliquid faciendi facuitatem significat! Иногда выражает возможность сделать что-либо. Альш. Кĕсем çапла пурте пĕр-пĕрне хут татăкĕ параççĕ; вилсен, пĕлме аван пулĕ, тесе. Таким образом они дали друг другу по клочку бумаги, чтобы в случае смерти одного из них можно было о ней узнать другим. || Рraeterea notandum est: Альш., Ст. Чек. Хăйне аваншăн хăтланать. Suis consulit rationibus. Делает так потому, что ему так самому хорошо.

авăк

(авы̆к, авы̃к), praeceps, rapidus atque inaequalis (de vento dicitur), порывистый, неравномерный (о ветре). Якей. Паян çил пит авăк, арман авăртма хăрамалла. Сегодня очень порывистый и неравномерный ветер, поэтому молоть на мельнице опасно. КС. Якей. Пĕр авăк çил килчĕ те, сарай тăррисене пĕтĕмпе сирсе пăрахрĕ. Поднялся кратковременный, но порывястый ветер и снес крышу со всех надворных построек. || Etiam de pluvia dicitur. Также говорится о дожде. Черт. Ытла авăк çăмăр, дождь очень быстрый, но скоро прекращающийся (хăвăрт çăвать, хăвăрт иртсе каять). || Metaph. de iis usurpatur, qui ingenio in iram praecipites sunt, sed facile mitigantur. В перен. см. говорится о том, кто вспыльчив, но отходчив. Пшкрт. Аβы̆к с’ын вы̆л, чазак с’илӓнӓт. Он вспыльчивый человек, его легко рассердить. СПВВ. Авăк çын, çиленcен, уямас, илет те çапать. Вспыльчивый человек это тот, который, рассердившись, не разбирает ничего, а возьмет (что попало) и ударит. Б. Олг. Авы̆к с’ын час с’ил’энэт. Вспыльчивого легко рассердить. Interdum eodem yensu dictiones авăкçилĕлле, аβы̆к чонлы̆ usurpantur. Иногда вместо простого „авăк“ говорят: авăк çилĕллĕ, аβы̆к чонлы̆. Орау. Вăл питĕ авăк çилĕллĕ. Он очень вспыльчив. Якей. Авăк çилĕлле çынпа пĕлсе калаçас полать. С вспыльчивым человеком надо говорить умеючи. || Nonnunquam de equo effronato vel animoso. Также говорится о взбалмошной лошади, которая бежит, не помня себя. Б. Олг. Аβы̆к ут хун’э хуа т̚а п̚э̆л’мэст, чобат. Взбалмошная лошадь это та, которая бежит, не помня себя. || Interdum etiam de eo dicitur, cuius laborandi studium, licet initio maximum sit, deinde cito elanguescit. Иногда употребляетея для означения человека, который с жаром принимается за работу, но скоро охладевает к ней. Пшкрт. Эс’ лӓмӓ аβы̆к с’ын вы̆л. Он с жаром хватается за дело, но быстро к нему охладевает.

авăк

breve temporis spatium, короткий промежуток времени (слово, употребляемое в некоторых выражениях). Н. Карм. Пĕр авăк-сахал вăхăт. Пĕр авăк значит небольшой промежуток времени. Ib., Б. Ара. Пĕр авăка пырĕ-ха. Пока будет ладно и это. Сирах. 239. Вара Иудея çĕрĕ пĕр-авăка канлĕ тăнă. После этого в Иудее некоторое время было спокойно. Hanc vocem a voce tatar. [араб сăмахĕ] derivatam esse verisimillimurn est. Весьма вероятно, что это слово, свойственное низовому наречию, произошло от тат. „аўыk“, некоторое количество.

авăлтан

gallns gallinaceus, петух. Собран. Пĕр каска урлă икĕ авăлтан вăрçаççĕ. (Куçсем), Через колоду два петуха дерутся. (Загадка о глазах). V. автан, алтан, атан.

авăн

(авы̆н), locus apud rusticos, fornace subterranea instructus, in quo messis torrefacienda deponitur, antequam perticis flagelletur vel equorum gressibus exteratur. Овин. СПВВ. КМ. Авăн — тырă типĕтекенни. Овин — место для сушки хлеба. Якей. Кĕлтесем авăнпа типĕтнĕ пек типсе кайнă. Снопы высохли (на солнце) так, как будто они были в овине. || Различают чув., руе. и черем. ов.: чăвашла авăн, вырăсла авăн, çармăсла авăн (Ягудар). || Etiara ad ipsum frumentum, quod in eo loco depositum est, transfertur aut ad trituram. Так же называют и самый хлеб, находящийся в овине, а иногда — самую молотьбу. Алешк. Сенг. † Пĕр авăнăн туллине малтине-кайрине ан уйăрăр. Не отделяйте переднюю часть вороха пшеницы, обмолоченной за один раз, от его задней части. Якей. Ку авăн йăвăртарах полч (i. q. полчĕ). Этот насад тяжеловат. Ib. Ку авăн ытла ха çăмăл. Этот насад уж очень легок. Ib. Ку авăн кăвăрчпа перех типсе кайнă. Этот насад высох как нельзя лучше. Ib. Паян ик авăн çапрăмăр. Сегодня мы обмолотили два насада. Ib. Ку ана çинчи кĕлте пĕр авăна кĕрес çок. Хлеб с этого загона не пойдет в один насад. ЧС. Йĕтемсем тасатаççĕ те авăна тытăнаççĕ. Расчищают токи принимаются за молотьбу. || Est etiam fovea, feris capiendis accornmodata, quae superne stramentis obtegitur, ne a bestiis cernatur. Тем же словом обозначаются ямы, устраиваемые для звериной ловли. Н. Седяк. Юра чавса, тарăн шăтăк тăваççĕ, çине улăм сапалаççĕ; улăм çине пуссанах, кайăк çавăнта анса каять. Выроют глубокую яму в снегу и запорошат ее соломой; как только зверь ступит на солому, тут же и провалится. | Interdum etiam pro cavea accipitur, in quaaves includuntur. Иногда означает клетку для птиц. Сирах. ХI. 30. Читлĕхе (авăна) ленкне кайăк тухма май шыранă пек, усал çын сăтар тума май шыраса çӳрет. V. шăкăлькке.

авăн-йывăççи

(авы̆н-jывы̃с’с’и), авăн-йӳççи (авы̃н-jӳс’с’и), авăн-йăвăççи (авы̆н-jы̆вы̆с’с’и), perticarum series, in oibem disposita atque in modum metae in acutum cacumen fastigata, quae fornaci, a nobis supra commemoratae (s. v. aвăн), superjtonitur, ut circa earn collocentur manipuli, qui calore, e fornace exeunte, arefiant. Шиш овина. С. Мок. Тĕпĕ хĕрĕх, тăрри пĕрре. (Авăн йăвăççи). Комлей сорок, а вершинка одна. (Загадка обовинном шише), Собран. Авăн йăвăççи шăхăрсан, çил тухат, теççĕ. Если овинный шиш издает свист, то, говорят, поднимется ветер. Т. П. Хĕрĕх йăвăçăн тăрри пĕр. (Авăн йăвăçĕ). У сорока дерев одна вершинка. (Загад. о шише). Собран. Хĕрĕх те пĕр йăвăçăн тăрри пĕр. (Авăн йӳççи). У сорока одного дерева одна верхушка. (Загад. о том же).

авăнлăх

(авы̆нлы̆х), agri modus, quo triplicate теçеттине efficitur, осьминник, мера поверхн., равная 1/3 десятины (Якей., Питуш.). Çор авăнлăх = ½ авăнлăх = 1/6 десятины (Якей). Питуш. Ана — пĕр авăнлăх, хăрах йăран — çор авăнлăх. Мысл. „Авăнлăх = осьминник“.

авăн çап

(авы̆н с̚’ап), frumentum tcrere, triturare, messem flagellare, молотить хлеб цепами. ЧС. Авăн çапса пĕтерсен, по окончании молотьбы. Шурăм, 22. Авăн çапса пĕтерсе кĕнĕ чухне пĕр кĕлте авăн йывăççи çинче хăвараççĕ — парне. Когда обмолотят хлеб и собираются уходить домой, оставляют один сноп на шише овина, в подарок. Якей. Уяр çол авăн çапса Çимен конрен пĕтереççĕ, йĕпе килсен, хĕле те йолаççĕ. В ведреный год кончают молотьбу до Семенова дня (1 сент.); а если случится мокрая погода, то она остается и до зимы.

авăр

(авы̆р), versari (de molis dicitur), moli (de frumento, quod molis frangitur), молоть (т. е. вертеться, о мельнице); молоться (о хлебе). Арман авăрать. Мельница мелет. Альш. Анчах ăнаймарĕ вăл арман та: мĕн лартнăранпах авăрсах каяймарĕ вăл. Однако и с этой мельницей не было удачи: начиная с того самого времени, как она была выстроена, на ней было мало помола. ЧП. Сĕве çинчи шыв арманĕ ялан тулăран тулă авăрать. Водяная мельница на реке Свияге все мелет пшеницу да пшеницу. Сан арманта камăн аврать? — Прашка Павăлин (Павы̆л’ин’) Чей хлеб мелется сейчас у тебя на мельнице? — Павла Прокопьева. Ib. Пирĕн арманта талăкра ик çĕр пăт тыр аврать. На нашей мельнице смалывается по 200 пуд. хлеба в сутки. Çеçмер. Ку арманта кон каçиччен алă пăт анчах авăрса тохать. Эта мельница мелет только 50 пуд. в день. Якей. Армана авăрмалла турăмăр. Мы привели мельницу в такое состояние, что стало возможно молоть. Ib. Паян арман конĕпех авăрчĕ. Сегодня мельница молола весь день. Trans. significat blaterare, garrire, nugari, ineptire, allucinari. Также говорить (нести) чепуху, болтать вздор. Ст. Чек. СТИК. Авăрса ларат. Болтает (i. q. кирлĕ-кирлĕ-мара каласа ларат), несет чепуху. Сбор. по мед. III. Лешсем, çук çынсем, епле те пулин пĕр-икĕ пус тупас тесе пурăнаканскерсем, мĕн те пулин авăрса (apud alios: авăрIса) яраççĕ вара. Те (йомзи), будучи бедняками, не имеющами у себя даже каких-нибудь двух копеек, нагородят ему (больному) какого-ннбудь вздора и с этим отпустят его домой. Ст. Чек. Тек авăрса ларат! Все болтает! (говорят шутливо тому, кто рассказывает о пустяках). Ib. Ан авăр! Не неси чепуху! (говорит тот, кому неприятно слушать, какую чепуху несет рассказчик). || Interdum est intellegere, percipere. Иногда значит понимать, смекать. Ст. Чек. Ку çын авăрат, ун умĕнче калаçма çук. Он смекает, о чем идет речь; при нем говорить нельзя. Ib. Авăраймас. Не понимает (башка не варит). || Aut deblaterare, foris effutire alqd. Также проболтаться. Ст. Чек. Авăрса ан пар. Не проболтайся кому-нибудь (о нашем секрете).

авăр

(авы̆р), locus fluvii vellacus profundior, омут. Cf. авăр. СПВВ. ЕХ. Шывра пырсан-пырсан пĕр тĕлте тарăн пулат, çав тарăн тĕле авăр теççĕ. Если итти по дну реки или озера, то иногда оно углубляется; такое глубокое место зовут омутом. Ст. Чек. Авăр — шыв çаврăнса тăнипе тарăнланса кайнă çĕр. Омут — место, ставшее глубоким вследствие круговращения воды. СПВВ. МС. Пуп арманĕ хыçĕнче пĕр авăр пур, атма аври çитмест. За поповскою мельницею есть такой омут, что не достанешь дна череном наметки. Чуратч. Ц. Хĕрлĕ Çыр сăртăнче пĕр авăрта усалсем кĕтӳпе пурăнаççĕ. В местности Хĕрлĕ Çыр сăрчĕ, в одном омуте, живет много чертей. Cf. авăр.

авăр

(авы̆р), caulis, virga, стебель, прут. Сред. Юм. Пĕр авăр пăрçа. Один стебель гороха. Ib. Хăяр чечекки авăр çинче пõлать. Огуречные цветы бывают на стебле. Хăяр (кавăн) авра кайни. Огурцы (тыквы) пошли в стебель (или: растут в стебель, не принося плодов. Шорк.). Ку авăр çине çырла пит нумай. На этом стебле очень много ягод. Ib. Эпĕ тăват авăр хурлăхан касса илтĕм. Я срубил четыре стебля черной смородины. Календ. II. Пур авăртан та улма пĕр пек тухмасть. Не каждый куст дает одинаковое количество картофеля. Икково. Пĕр авăртан (или: пĕр кăкран) пилĕк омла тохрĕ. С одного куста картофеля получилось пять картофелин. Хирте. Пур тĕрлĕ тыррăн та икĕ пай: пĕр пайĕ çĕр айĕнче, вăл тымар; тепĕри çиелте, вăл аври, пуçахĕ, çулçи. Всякий хлебный злак состоит из двух частей: одной подземной — корня, другой — надземной, т. е. стебля, колоса и листьев. ЧП. Хурлăхан аври, прут, стебель емороднны. Икково. Хăмла çырли аври, прут, стебель маливы. Крат. раз. Тĕлĕкре манăн умра пĕр тĕм иçĕм-çырли ларать пек, вăл тĕмре виç авăр пек. Мне снилось, вот виноградная лоза предо мною, на лозе три ветви. ЧП. Лутра-ях-та шĕшкĕн аврн кĕске. У низенькой орешипы коротенький ствол. || Item manubrium, ansa. Также означает ручку, черен, рукоятку. Изамб. Т. Атман вăрăм авăр пулат. У наметки дливный черен. Пуртă аври, топорище; çĕçĕ аври, черен ножа; чăпăрккă аври, кнутовище; кĕреçе аври, черен лопаты; курка аври, ручка ковша. Якей. Шăппăр аврине такăш кăларса илнĕ. Кто-то вытащил из метлы черен. Ib. Шăппăра авăр лартрăм или: шăпвăр аври лартрăм. Я посадил метлу на черен. Ib. Çак шăппăра авăр лартас полать. Надо насадить эту метлу на черен. ЧП. Пуш аврилĕх йăвăç, arbor manubrio fiagelli conficiendo ap, дерево, годное на кнутовише. Якей. Пуш аврилăх йăвăç (пуж-аврилы̆х йы̆вы̆с’), id.

авăрлă

(авы̆рлы̆), manubriatus, ansatus, снабженный череном или ручкою. ЧП. Авăрла курка, vas lignemn ansatum, quo Tschuvaschi in conviviis ad cerevisiam bibendam utuntur, деревянный ковшик с длинною ручкой, которым пьют пиво. Авăрлă алтăр, trulla, longo manubrio instructa, ковш с длинною ручкою (Урмай). О нем загадка. Собран. 227. Пĕр авăрлă, пĕр кутлă, варри хăвăл. (Аварлă алтăр). С одною ручкою, е одним задком, с дуплом. (Загадка об авăрлă алтăр.) СТИК. Авăрлă кулаç, panicelli varia figura, „маленыше булочки разной формы“. Авăрлă кулач (к̚улач, КС), авăрлă колач (Якей), panis siligineus ansatus, московский калач (пшеничный сгибень с дужкою). — Trans. Pugnus, кулак. Ст. Чек. Авăрлă кулачă çитернĕ халь ăна. Pugnis oneratus est. Он отведал кулаков. Икково. Эп сана авăрлă кулаç çитерĕп. Я тебя угощу кулаками.

авăрла

(авы̆ра), i. q. авра, заряжать (ружье, пушку и т. п.). I. q. аҕыз-ла (ауз-ла)? [араб сăмахĕ] руж. дуло. Изамб. Т. , НАК, Якей, и мн. др. — Якей. Ан тĕкĕн, она авăрланă. Не тронь, оно заряжено. Ib. Асту, авăрламан-и она? Смотри, не заряжено ли оно? Ib. Тар пĕр авăрламалăх анчах йольчĕ. Пороху осталось только на один заряд. || Translate de coitu usurpatur. Шорк. Çынсам пӳртрен тохса анчах карĕç, вăл хĕре тытса авăрласа та лартрĕ. || Якей. Ай, ача, эс плотнă авăрланă-çке! Probe cdepol erexisti mentulam tuara! | Hinc: авăрлан.

авăс

(авы̆с), grana in alveum, qui Taaaua dicitur, coniecta quassando venlilare, „полоть“ (веять), трясти на ночевках (такана çинче) семена или зерна растений для того, чтобы очистить их от пыли, шелухи и сора. ЧП. Кăçалхи вирсем пит выçă, авсаймарăм выççи тухиччен. Нынче просо очень тощее: сколько ни полол, никак не мог отполоть его, т. е. отвеять тощие зерна. Образ. † Кăçал вирсем пит выçă, авăсаймарăм выççи тухиччен. . Якей. Тосанлă тырра таканапа авăсаççĕ. Пыльный хлеб отпалывают на ночевках. Кудемер. Тăваттăн тĕвеççĕ, пĕри авăсат. (Лаша чупни). Четверо толкут, а пятый веет. (Загадка о лошадином беге). || Ad alias etiam res propter similitudinem refertur. Иногда употребляется и в др. случаях, в смысле качать, раскачивать. Чăвашсем. 1. Тата ачана такана çине вырттарса таканапа авăсат, ача ятне калат: „Кӳп тухтăр, тимĕр таканапа авăсса яратăп; çак такана епле, варкăштарса ярат, çавăн пек ача ăшĕнчен кӳп тухса кайтăр“, тет. Кроме того, она кладет ребенка на ночевки, качает его, называет его по имени и говорит: „Пусть опадет у него живот, я качаю его на железных ночевках. Как эти ночевки качают его, пусть так же выйдет из него болезнь, от которой у него пучит живот“. Сред. Юм. Тип пăрахутăн та шыври пăрахутăн та õралисĕне авăсса пыракан машшинĕ çаврать. Колеса паровоза и парохода приводятся в движение шатуном. ЧС. Насвусăн икĕ енне виçшер çын тăнă та пĕр чарăнмасăр авăсаççĕ. По обе стороны насоса стали по-трое и беспрерывно качали“.

авăт

(авы̆т), canere (de quibusdam avibus dicitur, veluti de gallo, de aquila, de noctua, de coturnice, de ortygometra, de cuculo, de luscinia); coaxare (de ranis); tonare (de fragore caeli); stridere (de cicada). Петь (о некоторых птицах, как-то: петухе, орле, сове, перепелке, коростеле, кукушке, иногда и о соловье): квакать (о лягушке); греметь (о громе); трещать (о сверчке и кузнечике). Якей. Çор çĕр çитсен ялта пор атан та авăтать. В полночь в деревне поют все петухи. Ib. Çăмăра сиссен атансам хытă авăтаççĕ. Петухи поют громко, когда почуют дождь. Бурунд. Ăмăрт-кайăк авăтса ярсассăн хирти тырă-пулăсем хумхăнать. Когда заклекчет орел, заколышется полевой хлеб. Альш. Ăмăрт-кайăк чĕпписем авăтса ярсан хирти тыр-пул хумханать. Когда заклекчут орлята, заколышется полевой хлеб. Синьял. Пӳрт тăрне тăмана кисе авăтсан мĕн те пулсан инкек пулать ĕнтĕ, теççĕ. Если на крыше дома закричит сова, то, говорят, непременно будет несчастие. Альш. † Вуник кукку пĕр карăш авăтаççĕ пĕр харăс. Двенадцать кукушек и один дергач кричат все в один голос. Альш. † Шурта шăпчăк авăтать, хăмăш пĕве янăрать. В болоте поет соловей, оглашая своим пением стволы тростника. Якей. Çăхă авăтсан лайăх мар, теççĕ. Если курица запоет петухом, то, говорят, зто не к добру. || Якей. Çор-конне шапасам хытă авăтеă чохне тыр акма вăхăт. Весною, когда сильпо квакакя лягушки, пора сеять хлеб. Землед. Шапасем авăта пуçласан сĕлĕ акма вăхăт çитет. Когда начинают квакать лягушки, наступает время для посева овса. Якей. Кăмака хыçĕнче шăрчăк авăтать. За печкою верещит сверчок. Якей. Çĕрепех мăнаçи авăтрĕ. Всю ночь гремел гром. Л. Кошк. Çĕрĕпе аслати авăтрĕ. Id.

авăт

(авы̆т), fodere, cavare, excavarc. рыть, копать, долбить. (Якей., Панклеи, Шибач., Урмай, Изванк). ЧС. Хăшне масар çине шăтăк авăтма ячĕç. Иного послали на кладбище рыть могилу. Якей. Авăн вочахĕ (чит. воџ̌ах̚) авăтрăмăр. Мы рыли овинную яму. Ib. Конта çăмăр шу йохма канав авăтас полать. Здесь надо вырыть для стока дождевой воды канаву. Ib. Пĕр моклашкаран авăтса такана турĕ. Выдолбил из чурбана ночевки. Урмай. Алăсăр-урасăр алтăр авăтăп. (Тумла йӳхни). Без рук и без ног я выдолблю алдыр. (Загадка о капели). Якей. Ку йопая авăтса кăларас полать, ахальăн тохас çок. Этот столб придется вырыть, а то иначе его не вытащишь. Ib. Канава туран анаталла авăтса кайăпăр. Мы будем рыть канаву, направляясь с возвышенности к низменности (или: с верхнего конпа селения к нижнему). Якей. Пашалусенрн чĕпĕтсе илнĕ тĕпренчĕксене çĕре авăтса пытарнă. Крошки, отщипнутые от лепешек, зарыли в землю. Яргейк. „Эпĕ шĕшкĕ тĕмми айне авăтса выртатăп та, хĕл каçап„ тенĕ. Она сказала: „Я вырою себе под кустом орешника нору и в ней перезимую“. Якей. Арман тунă чох алла çĕçепе авăтса илтĕм. Когда я делал мельницу, то выхватил себе из руки ножок кусок мяса. V. алт, чав.

авка

(авга) i. q. авăка. См. авăка. Юрк. Пĕр авка сыв пулса тăр, сапа салам! Пока прощай, тебе поклон! Хĕн-хур. Çапла Ануш иртен пуçласа каçчен пĕр авка та пулин канмасăр ĕçленĕ. Таким образом Аннушка работала с утра и до вечера, не зная ни минуты отдыха. Пĕр авкана килсе лар. Приходи на минутку посидеть. Пĕр авкаран вара кил. Приходи спустя несколько времени (paulo post).

авра

(авра), involvere, volvendo tegere, завертывать (во что). Аттик. Çăмарта илекенсем пĕр çăмартине те ватса çимерĕç, пурте киле исе кайса: выльăх-чĕрĕлĕх çак çăмарта пек тута пулччăр, тесе картана юпа тăрне: çын ан тупайтăр, тесе тутăрпа авраса хучĕç. Те, которые взяли яйца, не съели ни одного яйца: все они унесли их домой и положили их, завернув в платок, на столб в хлеве, где их никто не мог бы найти. Цель этого была та, чтобы их домашний скот был таким же сытым, как это положенное на столб яйцо. Hinc derivatum est aepan, se circumvolvere alicui rei, навиваться quod adhuc nusquam inveni, et аврантар (аврандар), circumvolverealicui rei, навивать. Шевле. Каната хăвăл çине аврантарса кĕскетеççĕ или (i. q. е) вăрăмлатаççĕ. Канат наматывагот (навивают) на дупло, и таким образом укорачивают, или же сматывают, и таким образом удлиняют.

автан йĕтесси

(авдан jэ̆д’эсси), iugulum galli, петушиная дужка. Сем. соч. Çăвлахи пур йăвăр ĕçсене ĕçлесе пĕтерсен, Чăвашсен ĕмĕрхи (siс! надо: авалхи йăлапа?) кĕр-кунне ратнисеме пуçтарнса ĕçкĕ-çикĕ туса автан йĕтесси хуçмалла. Ăна иккĕн хуçса пĕр-пĕрне сăмах параççĕ: „Эсĕ мана улталасан сана çур штав ĕçтерĕп, эпĕ сана улталасан эсĕ мана çур штав ĕçтерĕн“, тесе. По окончании тяжелых летних работ, чуваши, по старинному обычаю, собираются вместе с родными, устраивают пирушку и ломают петушиную дужку. В этом участвуют двое, из которых каждый обязуется поставить тому, кто обманет при ломании дужки полштофа водки.

ак

(ак), serere, semen spargere, [араб сăмахĕ] Т. VII. Вăсем пĕр ана урпа акса хăварнă, тет; урпи пит лайăх пулнă, тет. Они посеяли загон ячменя, и ячмень уродился очень хорошо. Изабм. Т. Тырри час ĕлкĕрмен çул çуртри вырса пĕтичченех ыраш акма каяççĕ. В те годы, когда хлеба созревают поздно, еще раньше, чем будет сжато яровое, отправляются сеять рожь. Якей. Пĕр пăт акса воникĕ пăт илнĕ. Посеяв хлеб, собрал двенадцать пулов с пула. Изамб. Т. Ул тепĕр пуçне тухичченех акса кайрĕ. Он пошел, сея семена, до другого конца загона. Ib. Ыраш акса пĕтерсен малтан ыраш кĕлти, унтан çуртри кĕлти кӳртеççĕ. Посеяв рожь, сначала возят с поля ржаные снопы, потом снопы ярового. Ib. Йĕтĕне ака тыррисемпе пĕрле акаççĕ. Лен сеют вместе с яровыми. ЧП. Хуранăн-хуранăн курăнат, камăн иккен акнă анисем? Чьи это чернеют засеянные загоны? (т. е. до появления всходов). Кильд. Ш. Тырă акса тума хушрăмăр, ăна та турĕ. Мы велели ему посеять и выростить хлеб — он сделал и это. Сред. Юм. Тыр акнă чõхпе пĕри акса пĕтереччин кайса сõхалакана: „Акаччĕн сõхалама кайна“, теççĕ. Если во время сева, пока один сеет, другой отправляется за ним пахать, то говорят: „Он поехад пахать пашню, пока другой на ней сеет“. Шурăм. 15. Эпĕ: „Сирĕн ята акакан çĕр миçе теçеттин лекет?“ тесен: „Вуншар теçеттин“, терĕç. На мой вопрос, сколько у них приходится на душу десятин пахотной земли, они отвечали: „По десяти десятин“. Тrans. Переносно. Дм. Ростов. Ашшĕ-амăшĕ акса хăварнă ырă вăрлăхсем. Добрые семена, посеянные его родителями. V. ака. Якейк. Сысна ăрамра (i. q. урамра) акса тунă пак пĕрех. Via subus referta est. На улице полно свиней („улица усеяна с.“). Ib. Кил хошшиyче (i. q. кил-картинче, карташĕнче) ача акса тунă пак пĕрех. Chors referta est parvulis. На дворе полно ребят.

сула

(сула), clavi lignei, quibus burae compages continetur. Имен. Ака, пуç турачĕсене çыпăçтаракан суласем. Шканты, скрепляющие ножки сабана. || Eodem nomine significatur clavus ligneus, quo bura cum temone coniuncta est. Также гвоздь, соединяющий вместе грядиль и ножки плуга. Н. Карм. Ака-пуç сули — ака-пуç каштипе тураттисене пĕр çĕре пăталанă пăта. || Янгорч. Сула — амапа каштана тытса пыраканни. „Сула“ соединяет левую ножку сабана с грядилем.

тĕрен

(тэ̆рэн’, т’рэн’; Нюш-к., Череп. трэн’, extrita littera), vomer aratri, лемех сабана. Имен. Тĕрен икĕ тĕрлĕ пулат: пĕр хăлхалă, икĕ хăлхалă; пĕр хăлхали лашсене (i. q. лашасене) çăмăл; ăна иккĕпе, виççĕпе çăмăл çӳретеççĕ; иккĕлине ултă лаша е пиллĕк кирлĕ. Лемех бывает двух родов: однопёрый и двупёрый; с одноперым лемехом легче лошадям — с ним можно легко пахать и на двух и на трех, а для двуперого надо лошадей пять или шесть.

Тимĕр ака

Eadem vox (aка) etiam pro aratione atque satione vernali (KC et autumnali) accipitur. Также употребдяется для означения весенней ( КС и осенней) пахоты и сева. Череп. Акана тух, выходить на весеннюю пашшо. V. хыт сухана тух. Н. Седяк. Акана кайма лашасене кӳлсе тăратсан килти ватă ала çине хăмлапа тырă илсе лашасене хирĕç лашасем çинчен акать. „Ака тăвасси хăмла пек çăмăл пултăр, акнă тырă тути пултар, пĕр пĕрчĕрен пин пĕрчĕ пултăр“, теççĕ. Урамра ака умĕнчен çын каçармаççĕ. Когда запрятут лошадей, чтобы ехать на пашню и сев, старший в семье берет решето с хмелем и хлебом и, встав против лошадей, осыпает их хлебом (в хмелем?). Они делают это для того, чтобы пахота была такою же легкою, как хмель; чтобы зерно уродилось полное, и чтобы от одного зерна получить тысячу зерен. Когда едут с плугом по улице, то не дают никому перейти дорогу впереди плуга. Изамб. Т. Çĕр шит ытларах ирĕлсен чăвашсем акана тухаççĕ. Когда земля оттает несколько более, чем на четверть, чуваши выезжают на весеннюю пашню. Истор. Лешсем каланă: „Халĕ вăрçа кайса тăмалла-и? халăх паян-ыран акана тухас пек тăрать“, тенĕ. Те сказали: „Разве теперь время итти на войну? народ, не нынче — завтра, собирается папашню“. Изамб. Т. Ака пĕтсен хĕр-ачасемпе арçын-ачасем каçпала урамра пухăнса лараççĕ. По окончании пашни (под яровое и сева) девушки и парни собираются по вечерам сидеть на улице. Менч. Чист. Çур-кунне юр кайса пĕтсе çĕр шыв (ш̚ыв) типе пуçласассăн çĕр ĕçлесе пурăнакансем çурхи акана тухма хатĕрленеççĕ. Весною, когда сойдет снег и земля станет высыхать, земледельцы приготовляются выезжать на весеннюю пашню. Ч. С. Сĕрен пур ялăн та пĕр вăхăтра килмес: хăш ялта Мункунта тăваççĕ, хăш ялта акана тухас умĕн тăваççĕ. Сĕрен не во всех деревнях справляется одновременно: в однех его справляют на Пасхе, в других — перед пашней. ЧП. Сакăр лаша акара. Восемь лошадей пашут поле (или: запряжены в плуг). Сирах. 103. Санăн вăкăрусем акараччĕ. Твои волы пахали поле. Шурăм, 26. Атăл хĕрĕнчи чăвашсем аканне пĕр хутне-çеç тăвса парахнă, акма пуçламан-ха. Чуваши, живущие по берегу Волги, пахали только один раз, и еще не начали сеять. НАК. Çур аки пĕтерсессĕн вара, евĕчĕ çӳреме вĕреннĕ арăмсем etc. По окончании весенней пашни, женщины, привыкшие заниматься сватовством etc. Орау. Ака пĕтрĕ. Пашня и посев (весенние) окончены || Якей, „Ака“ — omne genus aratio, общее название всех родов пашни. Hinc derivata sunt: ыраш аки.

ака йышĕ

(ага jыжэ̆), aratorum familiae, quae communiter, coniunctis viribus, araverunt, семейства, участвовавшие сообща в пахоте. Норв. Ц. Ака туса пĕтерсен ака йышĕсем пĕр çĕре пухăнса ака пăтти чӳклесси çинчен сăмах хураççĕ. По окончании пахоты и сева артель пахарей собирается вместе и уговаривается относительно совершения моления, именуемаго „ака пăтта“.

ака касси

(ага к̚аσσиы), а) sulcus, борозда (Çемер., Алманч.), b) caespes, aratro semel ducto inversus, пласт, поднятый плугом (Йолаш.). Янш.-Норв. Вĕсем пĕр акаласа кайнă ака касси урлă ниепле мур та каçаймас, теççĕ, Говорят, что никакая зараза не может проникнуть через борозду, которую оне раз проведут.

ака кашти

(ага к̚ашτиы), temo aratri, грядиль (v. р. 68). † Çӳлĕ тусем çанче пĕр хуран, юраймĕ-ши ака каштине? На высоких горах одинокая береза; не пригодится ла она на грядиль для плуга?

ака пăтти

(ага п̚ŏττиы, — п̚ы̆ττиы), sacrificium Tschuvascnorum, quod, fit tempore verno, sememe peracta, ita dictum, quia eius faciendi causa puis coqui solet. Моленье кашей по случаю окончания ярового сева. См. __Магн., 24. Сред. Юм. Тыр акса пĕтерсен кõлаçсĕм, çăмартасĕм, пăтă пĕçерсе асăнса çиеççĕ, çавна ака пăтти теççĕ. По окончании сева приготовляют и едят с молитвой белый хлеб, яйца и кашу; это называется „ака пăтти“. Н. Карм. Ака пĕтсессĕн ака пăтти чӳклеççĕ. Унта пăтă пĕçереççĕ, пашалу тăваççĕ. Ака пăтта чӳкленĕ чух çăмарта пĕçереççĕ, çынсерен, ăна вара пăтă çине ярса çияççĕ. После сева совершают моленье кашей, при чем варят кашу и пекут лепешки. Во время этого моленья варят яйца, по числу присутствующих, и едят их, положив в кашу. Н. Седяк. Ака туса пĕтерсен ака пăтти чӳклеççĕ. Çăмарта, пăтă пĕçерсе чӳклеççĕ. Сĕтеле урай варне лартаççĕ, ун çине хуранĕпе пăтă лартаççĕ. Вара килти ватă ак çапла каласа чӳклет. Чӳклеччен кĕрĕк тăхăнса хул-хушшине çĕлĕк хĕстерет. „Эй турă, пĕсмĕлле! Акнă тырă аван пултăр, пĕр пĕркĕрен пин пĕрчĕ пултăр. Пĕвĕ хăмăш пек, пуçĕ чакан пек пултăр. Иксĕлми ырлăх пар, ана тулли сурат, анкарти тулли капан пар...... Амин Ан пăрах, турă, çырлах“. Ӳксе пуççапăть, турра асăнса, виç хут. Чӳклесе пĕтерсен пĕр çăмарта хăвараççĕ, ăна вăрлăх çăмарти теççĕ. Вăрлăх çăмарти валли чăн пĕчĕк çăмарта хăвараççĕ, çăк пĕчĕк çăмартана автан çăмарти теççĕ, чăх çăмарти темеççĕ. Кăвакарчăн çăмарти пек анчах пулать вăл. Пĕчĕк, автан çăмарти пулмасан пысăк çăмартах хăвараççĕ, çав çăмартана çăкăр татăкĕ варрине хурса ана çине илсе кайса касă айне хураççĕ. Çапла ака пăтти чӳклесси пĕтет. Ĕлĕкрех ака пăттине ана çинчех хирте чӳкленĕ, халĕ килте. После весенней пашни и сева совершают моленье кашей. Приносят в жертву яйца и варят кашу. Ставят посреди избы стол, а на него — кашу в котле; потом старший в доме, надев на себя полушубок и заткнув подмыгаку шапку, молится так: „Во имя бога! боже, уроди нам хорошего хлеба; пусть от одного зерна будет тысяча. Пусть он будет ростом с тростник, а колосом с верхушку палочника (typhe). Подай нам неистощимое богатство: полон загон кладей, полно гумно скирд..... Аминь. Не оставь, боже, и прими жертву“. Призвав имя божие, он кланяется в землю трижды. По окончании моления оставляют одно яйцо, которое называют семянным яйцом. Для этого берется самое маленькое яичко, которое зовут петушиным, а не куриным, и которое бывает величиною не больше голубиного. Если нет такого яичка, то берут большое (т. е. обыкновенное) яйцо. Это яичко вкладывают в кусок хлеба и зарывают на загоне, под бороздою. Так оканчивается моленье. В прежнее время это жертвоприношение совершали вполе, а теперь — дома. Чăв кĕл. 14°. Ака пăтти кĕлли. „Е пĕсмĕлле, ырă турă, çырлах! Виç тĕслĕ тырă-пулăшăн асăнатăп-витĕнетĕп тайлă (Iеде: тайла) пуçпа, ăшă питпе, тутлă чĕлхепе. Пĕр пĕрчĕ акса пин пĕрчĕ илмелĕхне пар. Тăрри чакан пек, тĕпĕ хăмăш пек пултăр. Выççа килекене тăрантарса ямалăхне, сивве шăнса килекене ăшăтса ямалăхне пар. Амин“. Молитва, произносимая при молении кашей. „Во имя бога! Помилуй, святый боже! Прибегаю к тебе и молю тебя о трех родах хлеба, обращаясь к тебе с поклонною головою, с приветливым взором и сладкими речами. Сподобь нас от одного носеянного зерна получить тысячу. Пусть верхушка хлеба будет как у палочника, а комель — как у тростника. Подай нам средства, достаточные для того, чтобы отпустить сытым пришедшего к нам голодного и отогреть озябшего. Аминь“. Норв. Ц. „После пашни, помолившись, кладут в деревянную кадочку (ленкес) ложку каши и накрошенные яйца и зарывают назагоне („ана çине кайса вараççĕ“). Менч. Чист. „Ака пăтти — моленье после пашни или в середине ее“. Ib. Ака пăтти чӳкленĕ кун, день, в который совершается моленье „ака пăтти“. Ib. Во время „ака пăтти“ хуранĕпе чашăкне утă (scr. ута) çине лартаççĕ, т. е. котел и чашку ставят на сено. || В Череп. это моленье устраивается перед пашней (акана тухаччен), при чем каша и маленькое яйцо (вăрлăх çăмарти) зарываются на загоне.

ака-суха

, ака-соха, (ага-с̚уhа, ага-с̚оhа) nom. collectivum varia aratrorum genera amplectens. Общее обозначение различаых родов плуга и бороны. ЧП. Шемексенĕн анинче ака-суха йĕрĕ пур. На загонах темякинских крестьян заметны следы плуга или сохи (или бороны). || Etiam de agri cultione metonymice usurpatur. Иногда означает самую работу земледельца. Череп. Ака-суха турăм. Я пахал (боронил, сеял и пр.). Ib. Ака-суха туса пурăнаççĕ. Занимаются земледелием. || Trans. Переносно. Якей. Пĕр-пĕр япалая анчах кăмакаран кăларсан ачасам яланах çиясшăн аптратаççĕ. Амăшĕ калать вара: „Коккăлĕ, çăккăрĕ акя-сохи тавра çаврăнса килтĕр-хе, каран çипăр (i. q. çийĕпĕр)“. Когда вынут что-нибудь из печи, дети всегда надоедаюг (матери), чтобы им дали отведать этого кушанья; тогда мать говорит им: „Подождите, пусть парог (или хлеб) обернется вокруг своей пашни, тогда мы будем есть его (т. е. пусть он остынет)“. || Interdum pro quavis arte accipitur, quam quis vitae tolerandae causa exerceat. Иногда вообще означает ремесло, постоянное занятие. Б. Арабузи Б. Манăн ака-суха çавă; ку ĕçе тумасан манăн хырăм та тăранас çук. Это мое главное занятие; если мне не заниматься этим делом, то я сыт не буду [слова очистителя от порчи (пăсташ тасатакан) о своем ремесле]. То же значение и в Череп.

акатуйĕ

ака-туй (ага т̚у), dies festi, qui tempore verno ante arationem celebrantur, праздник, устраиваемый перед весенней пашней. V. Магн. 18 sqq. Ib. Эй пĕсмĕлле! Пĕр торă, ан парах! Ырă çĕр йыш(ĕ), çырлах! Хоçа пичке поçларĕ сире поççапмашкăн. Ан пăрахăр! Епле полин те осрăр! Оя тохсан ойра перекет парăр, киле кĕрсен килте перекет парăр! Çак хоçана, килне-çортне, выльăхне, ачисене ан пăрахăр! Ака-туйран ака-туя осрăр! Чӳк, çырлах! Сана йӳççи, пире шерепет. Н. I. „ырă çĕр йыш(ĕ)“ non familiam almae lerrae significat, sicut Magnitskio visum est, sed potius sanctum terrae dominum, quod numen agris segetibusque praeesse existimatur. Здесь „ырă çĕр йыш(ĕ) означает не „семейство доброй земли“, как переводит Магн., а святого хозяина земли, божество, от которого зависит рост полевых хлебов. Шевле. Ака-туй тотар еннерех порнакан чăвашсен праçникĕ полнă; она. Монкон иртсен тунă. Праздник весенней пашни праздновался у чуваш, живущих ближе к татарам; его праздновали после Пасхи. || Ludi publici, qui in Чepen. fiebant tempore verno (festi, quod Pascha appellator, nulla ratione habita; v. infra), in quibus propositus praemiis cursu, luctatione, equisque certabatur, весенний праздник, который в Череп. праздновался независимо от времени Пасхи. Была борьба, конские скачки, беганье взапуски; победителям давали подарки. Альш., Раков. † Икĕ турă лашана ака-туйне ямаççĕ. Альш. † Икĕ турă лашана ака-туя ямаççĕ. Двух гнедых лошадей пускают на праздник весенней пашни. Нюш-к Ака-туй тăвнă чух ялти хĕрсене ака турттарса ял йĕри-тавра пĕр хут çавăрăннă акапа акаласа. Аки-пуçне арçын тытса пынă, тет. Хĕрсем ака туйне пурте çивĕчĕсене салатса, пиçиккисене салтса туртнă, тет. Кутавăйсем хĕрсене ака туйне хăва-хăва тухнă, тет. Во время праздника „ака-туй“ заставляли деревенских девушек проводить плугом борозду вокруг деревни. Плугом правил мужчина, девушки везли плуг, распоясавшись и распустив косы. Десятские и сотские ходили по домам и выгоняли девушек на „ака-туй“. V. хĕр-аки. Eodem nomine Tatarorum feriae designantur equorum curriculis notabiles, quae eorum lingua „сабан туйы“ vеl „сабан“ appellantur; haec appellatio idem significat, atque „ака-туй“. Так же называют чуваши татар. праздник сабан. V. Магн. 21. Изамб. Т. Исеккел ака-туйне-карăм. Я ходил в Исаково, на (татарский) сабан. || Eadem voce etiam alia eiusdem generis certamina significantur, quae quolibet alio tempore, nullo apparatu, inter pueros maxime, animi voluptatisque causa fiunt. Hinc: ака-туй яр.

акар

(агы̆р), rudere, rugire; vociferari; vociferari alicui metus iniiciendi causa; acutuni atque ingratum sonum emittere (in canendo), реветь; кричать, орать; кричать для устрашения: петь громко и некрасиво. Альш. Акă кунта пĕр упа аллисене тăратса акăрса килет, тет, ку арăм патне. Вот идет к этой женщине с громким ревом медведь, поднявши передние лапы. Изамб. Т. Мĕн акăратăн? Что ты орешь? Альш. † Аслă-ях та вăрман хыçĕнче акăрса, шăхăрса акасем тăваççĕ. За большим лесом пашут с громким криком и свистом. Янш.-Норв. † Аслă вăрман хĕрринче акăрса ака тăваççĕ. На опушке большого леса пашут с громким криком. Бюрг. † Хура вăрман хыçĕнче пĕр ака-пуç, акăрса акалат пĕр ача. За темным лесом пашет плугом парень, громко крича (на лошадей). Сред. Юм. Ачасĕм конĕпех акăрчĕç паян. Сегодня их ребятишки орали весь день, т. е. „плакала низким голосом“ (говорится о больших детях, лег с семи или восьми). || Metaph. est ditescere, augere rem familiarem; pinguescere. nitescere, corpus augere (de equls dicitur); luxuriare (de plantis). Переносно. Сред. Юм. Халь акăрчĕ ĕнтĕ õ. 1. Теперь он разбогател. 2. Теперь она (лошадь) поправилась (потучнела). Ib. Çак çăмăр хыççăн паранк аврисĕм акăрса кайнă. После этого дождя картофельная литвинья (ботва) сильно пошла в рост. Ib. Кõнтан çăмăр пõлсан тыр акрать ĕнтĕ. Теперь если будут дожди, хлеб быстро (а сильно, густо) пойдет в рост. О. Череп. Йывăç ахăрса (V. ахăр) карĕ. Дерево разрослось.

акăш

unde derivatum est: акăш-макăш (агы̆ш-магы̆ш), i. q. акшă-макшă. Forsitan a v originem traxerit, nomine eyeni, avis inauspicatissimae. Atque primum adverbii loco onitur iia, ut significet: admodum, valde, insolenter, mirum in modum; optime, pulchre; pessime. Vox ambigua. Чрезвычайно, очень, необыкновенно, странно, несуразно, прекрасно; очень дурно. Ст. Чек. Акăш-макăш усал, чрезвычайно злой, дурной; акăш макăш аван, чрезв. хороший; акăш-макăш илемлĕ, чрезвычайно красивый; акăш-макăш илемсĕр, пребезобразный; акăш-макăш ирсĕр, акăш-макăш йĕрĕнчĕк, прегадкий. Б. Ара. Акăш-макăш пуян (лайăх), очень богатый (хороший). Череп., СТИК. Акăш-макăш аван япала. Очень хорошая и нравящаяся вещь. Сред. Юм., Череп. Ытла пит акăш-макăш пысăк. Очень велик. Ср. Юм. Ытла пит акăш-макăш пысăккинех ан ил, мĕн тăвас õлă пит пысăккипе? Ты слишком большого не бери, на что он? Череп. Акăш-макăш тумланнă ку. Он одет чересчур нарядно (totus de capsula). Ст. Чек. Ах турă! ку епле акăш-макăш тумланнă! господи! Как он разнарядился (шутка или насмешка при виде плохо одетого). Ib. Пирĕн патăртан кайнăранпа ку епле акăш-макăш тумланса çӳре пуçларĕ! Как нарядно стал он одеваться с тех пор, как ушел от нас! (насмешка над плохо одетым. totus de capsula). Н. Карм. Пĕр ӳссĕр çын акăш-макăш хăтланса çӳрет (хăй мĕн тунине те пĕлмест, çаплкаланса çӳрет. Пьяный человек тычется из стороны в сторону и проделывает несуразные вещи, не отдавая себе отчета в том, что делает. Ib. Сурхурине карчăкпа старик пек тумланса пычĕç икĕ çын. Старикки шурă сухаллă, çăмлă çĕлĕк тăхăннă; карчăкки тем елес-мелес тăхăнса пĕтнĕ: курппун çын пек пулас тесе çурăмĕ хыçне тумтирĕ анне тем чăркаса чикнĕ, пуçне ал-шăлли пек хура туттăрсем чăркаса янă, пилĕкне алама кивĕ сарă çыхнă, аллине туя тытнă; шăлсăр çын пек калаçас тесе çăварне темĕскер хыпнă. Пырса кĕрсенех ташлама тытăнчĕç; темĕскер акăш-макăш хăтланса, чуп туса, ташласа тухса кайрĕç. На Овечью Ногу (святки) пришли двое, наряженных стариком и старухой. Старик — с белой бородой, в мохнатой шапке, в шубе, вывороченной на изнанку; старуха — в каком то стринном костюме, с горбом на спине, сделанным из какого-то свертка, который она подоткнула под одежду. На голову она навертела платков, грязных как утиральнак (утирка), вокруг пояса привязала старые сарă, в руках держала палку; чтобы ее речь походала на речь беззубой, она что-то взяла себе в рот. Как только они вошли в избу, они стали плясать, при чем выделывали разные (странные) штуки и целовались. С этим они и ушли. || Череп. Акăш-макăш калаçат. Expedite et commode loquitur. Говорит гладко, ловко. || Ст. Чек. Аннӳпе акăш-макăш (illiberaliter, inhumaniter) ан калаç (= хытă ан калаç), вăл сана çуратса ӳстернĕ. Ват çынпа акăш-макăш калаçмаççĕ, вăл санăн аçунтан та асла. Не говори грубо с своею матерью, она тебя родила и воспитала. С старым человеком не говорят грубо: он даже старше твоего отца. || Nonnunquam adiectivi vim habet (vocabulum anceps). Иногда имеет значение прилагательного. Нюш.-к. Акăш-макăш — „еккай (эккаj) вырнаçман, юравсăр япала!“ тени. „Еккай акăш-макăш япалу! (o rem ineptissimam!) ниçта вырнаçа пĕлмест!“. Агы̆ш-магы̆ш означает несуразвую вещь, которая нигде не может уместиться. „Экая несуразная вещь! нигде уместиться не может!“ Кубня. Акăш-макăш çын. 1. Vir praestantissimus. 2. Homo nequissimus. 1. Необыкновенно хорошай человек. 2. Никуда негодный человек. (Сообщ. Л. Марков. || Aut substantivi. Также существительного. Н. Карм. Чăвашăн акăш-макăшĕ (res ineptae), чӳкки-кĕлли пĕтмест ĕнтĕ унăн. У чувашина нет конца разным жертвоприношениям, молениям и всякой нелепице. Здесь чувашин пояснил выражение „акаш-макăш“ так: „алама ĕç туни“, т. е. дурные (плохие) дела. Сказ. и пред. 18. Акă кăвать хураççĕ акăш-макăш хăрăкран. Вот они кладут костер („sarmenta minutiora“) из разного сухого сброда. Хыр-к. Мĕн тумалла вăл вĕтĕ акăш-макăшпала? (de pisciculis minutis inutili-busque). Что, толку в этой мелюзге? (о мелкой рыбёшке). Ib. Çак хутиç çине акăш-макăш (res minutas, parvi pretii) тултартăм. Набрал (накупил) в этот мешок разной мелочи. Эльбор. Вăл тем акăш-макăш та пĕлет полĕ (de arte magica). Он, поди, и невесть что умеет (напр., колдовать). Ib. Çол çинче тем акăш-макăш та çакланĕ (de casu adverso). В дороге может все приключиться. Кубня. Унăн акăш-макăшĕ (insolentia, petulantia) пĕтес çук. Его шалостям, озорству, выходкам нет конца. (Сообщ. Л. Марков). || Haud raro in conviciis quoque dicitur, quo sensu usurpatum alia lingua reddi non potest. Иногда употребляется как бранное выражение. Шурăм. 6. Эрех пултăр — кӳпет вара! Ах, акăш-макăш! Была бы только водка — опиться готов! Ах, идол! Ib. Ах, акăш-макăш! кĕрлеминччĕ хуть! Хăй ӳсĕрне пĕлмест! Ах, идол! хоть бы не галдел! Не понимает, что сам пьян! (говорит апайка мужу). Можар. Анчах Макçăмран хăрани пур, пит вăйлă акăш-макăш. Только есть опасность со стороны Максама: уж очень он влиятелен, идол этакий! Йолаш. Акăш-макăш çĕлесе пĕтернĕ. Сшито плохо, несуразно. Ib. Акăш-макăш тус (тус. i. q. туса) пĕтернĕ. Сделано кое-как, безобразно. Янтик. Приккашчăк акăш-макăш вĕçтерсе иртсе кайрĕ. Приказчик промчался (на лошади) с шиком. Ib. Акăш-макăш пурна пуçларĕ çав. Он стал жить богато, по-барски, с шиком, в свое удовольствие. Ib. Акăш-макăш çунтарса (или: вĕçтерсе) çӳрет. Шикует. Абаш. Акăш-макăш тоянсах окçана пĕтертĕм. Я истратил деньги просто на приобретение разной дребедени (напр., купил заслонку, мази, сахару, огурцов). Ib. Вăл акăш-макăшсене халь хăварман (i. е. ĕлĕкхи йăласене пăрахман: чӳк тăвăть, йомăç пăхать). Он еще не оставил (всей этой) дребедени (т. е. старых обычаев: жертвоприношений, гадания через йомзей). Ib. Акăш-макăш чӳклесе, мăшкăлтатса (мŏшкŏлдатса), кĕрĕк (i. q. кирек) мĕне асăнкаласа ĕлĕкхи йĕркепе порăнакан çын ĕçĕ. Акăш-макăш — жертвоприношения, старинные обряды и молитвы разным (божествам), которые совершает человек, живущий по старине. Ib. Акăш-макăшсемпе халь те вăл хăтланăть. Он все еще занимается (этими) нелепицами, этой дребеденью (т. е. не оставил старинных суеверных обрядов) Ib. Акăш-макăшсем анчах чопкаласа çӳретчĕç. Бегала лишь одна мелюзга (т. е. дети, ребята).

акка

(акка), soror germana aelate me praecurrens. Hoc vocabulo, praeposito plerumque nomine, alias quoque cognatas appello aeiate me antecedentes, in his amitas, materteras, sorores patrueles, amitinas et consobrinas, iis exceptis, quae мăн-акка appellantur. Eadem appellatione vicinorum filias atque eas, quae in propinquorum meorum vicinia habitant, puellas significo aliasque mulieres natu maiores in vico, ubi ipse genitus sum, natas. De hoc numero eae excipiuntur, quarum parentes mihi хăта-тăхлачă appellandi sunt. V. мăн акка, асанне, кукамай. Ст. Чек. Словом „акка“ обозначают: 1) родных сестер, которые старше говорящего; 2) двоюродных, троюродных сестер и вообще родственниц или со стороны отца или со стороны матери, и притом тех, которые старше говорящего летами; З) дочерей соседей, дочерей соседей родственииков и вообще всех женщин из родной деревни, исключая только тех, родители которых приходятся говорящему „хăта“ и „тăхлача“, а также тех, кого он называет мăн акка. Следов. именем „акка“ называются также сестры отца (или матери), которые моложе его (ее). Если слово „акка“ не означает родной сестры говорящего, то обыкновенно перед ним ставят личное имя. Ст. Чек. Асатте акăшĕ — мăнакка; асатте йăмăкĕ — мăнакка, аттерен кĕçĕн пусан акка. Асанне акăшĕ — мăнакка; асанне йăмăкĕ — мăнакка, аттерен çамрăкки акка. Кукамай акăшĕ — мăнакка; кукамай йăмăкĕ — мăнакка, аннерен çамрăкки — акка. Ad varias personas referendo hoc modo dicitur с суфф. прит.: аккам, аккамăр; акку (Тай. Т. ), аку (агу, КС. , Л. Кошк., Череп., Абаш.), аккăр (Тай. Т. ), акăр (агы̆р, КС. , Л. Кошк., Череп.); аккăшĕ (Тай. Т. ), акăшĕ, акăш (агы̆жэ̆, агы̆ш, Л. Кошк., Череп., Абаш.). V. аки, аппа. Ст. Чек. Иван, акусем патне кайса ки (i. q. кил)-халĕ. Иван, сходи-ка в дом твоей старшей сестры. Ib. Акăшсем патне карĕ-ха вăл. Он ушел в дом своей старшей сестры. Ст. Чек. Манăн аннен ĕлĕххи упăшкинчен пĕр тетепе икĕ акка пур. От прежняго мужа моей матери у меня есть один старший брат и две сестры. Собр. 89°. Аккам ашша пырат, айăккинчен хĕвел пăхса пырат. (Çара çуна). Загадка; см. акар. Букв., 1904, 31. Акка! ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕк парса яр-ха мана. Тетенька! (или: сестрица!) корова хочет телиться, дай-ка мне закваски для квашенья молока. (Так обратилась женщина к жене соседа). Т-И.-Шем. Хăй ялĕнче ӳснĕ арăм пулсан: „Эй аккаçăм (ятне калать), акка!“ тет. Если она (невеста) обращается (в плаче) к женщине, выросшей в ее деревне, то она величает ее старшей сестрицей, называя при этом ее имя. || Eodem nomine liberi paganorum novercam appellare solent, si pater eorum mortua uxore quamltbet e propinquis eius veluti sororem, aut soron's fratrisve filiam, aut fratris sui mortui uxorem in matrimonium duxerit. Atque etiam si non propinquam, sed alienam duxerit, aккa appellator, si uxoris mortuae liberi jam puerilitatis annos egressi sint. Н. Алг. „Счет степеней у некрещеных чуваш такой же, как и у нас. В кровном родстве брак дозволяется только в седьмой степени, но в других видах родства он позволителен и в близких степенях. Так, можно жениться на свояченице, на племяннице своей жены и на жене умершего брата. Как говорят они: „Май (secundum naturam) юрат, хирĕç юрамас“... При упомянутых браках дети от первой жены зовут мачеху не „анне“, а „акка“. Также зовут мачеху „акка“ и тогда, когда дети от первой жены большие, хотя она (т. е. мачеха) и не родственница их матери. Такое явление наблюдается только среди некрещеных“. || Eodem vocabulo appellat uxor sororem mariti sui, aetate ilium antecedentem. Также старшая сестра мужа. КС. || In cantilenis puellas significat. В песнях вообще означает девушек. ЧП. Сарă аккасем лайăх чуп тума. Русых девушек хорошо целовать. Ст. Чек. † Майкка акка — девушка Марья (в песне).

мăн-акка

(мы̆н-акка), i. q. мăн-аки. Praeterea eodem nomine mulieres in eodem, ubi pater meus, vico natas, aetate ilium praecurrentes, appello, nisi afffnitate aliqua cum eo iunctae sint ita, ut inter se „хăта-тăхлачă“ appellare debeant. Так называют старших сестер отца и старших сестер матери, а также теток отца, которые старше его, и теток матери, которые старше ее. Мужья их называются „ват-йысна“ (Н. Карм., Череп.. а в Ст. Чек. йысна). Ст. Чек. Мăн-акка — асатте, асанне акăшĕпе йăмăкĕ, аттерен аслă пусан; кукамайпа кукаçей акăшĕ, йăмăкĕ, аннерен аслă пусан, атте акăшĕ, анне акăшĕ. Ib. Мăн-акка — 1) сестры дедушек и отца, если она старше отца; сестры бабушек и матери, если оне старше моей матери; 2) уроженки из отцовой деревни, если оне старше моего отца, и если родители их или оне сами моему отцу не „хăта-тăхлачă“. КС. Мăн-акка — старшие сестры моего отца или матери; мужей их я называю „мучи“. Остальные формы: мăн аку (агу), мăн акăшĕ (агы̆жэ̆), мăн акăш (агы̆т). || Appellatio anuum honorifica. Иногда — обращение к посторонним пожилым женщинам. Альш. Кунта пĕр карчăк манкапа салма çăрса ларнă. Ку ача ăна каланă: „Мĕн ĕçлен, мăн-акка?“ тет. Здесь сидела какая-то старуха и месила салму на соплях. Парень сказал ей: „Что ты делаешь, бабушка?“

аккалă-шăлăлă

(ш̚ы̆лы̆лы̆), adv., soror cum fratre natu minore, сестра с младшим братом. Ст. Чек. Çак хĕр-ачапа арçын-ача, хĕр-ачаран пĕчĕкçĕрехĕ, аккалă-шăлăлă пуль-ха: икĕш те пĕр сăнлă. Эта девочка и этот мальчик, который поменьше девочки, вероятно, брат с сестрою: они похожи друг на друга (точнее: оба на одно лицо, как гов. народ). Ib. Аккалă-шăлăлă юлчĕç кусем ашшĕпе амăшĕнчен. Они остались после родителей вдвоем, сестра с братом.

аккаçăм

(акказ’ы̆м), vox blandientis, i. q. „акка“, ласкательное выражение: моя старшая сестрица. ЧП. Аккаçăм, аккасăм, пĕр аккаçăм! ху ларатăн вырăнта, яту çӳрет пикере. Сестричка моя, сестричка! ты сидишь на своем месте, а о тебе ходит слава, как о красавице („тебя считают за барыню-красавицу“). По толкованию Ст. Чек., слово „пĕр“ надо здесь понимать не в собственном смысле, а лишь как выраженое близости.

акнивă

(Iеgе: агн’ивы̆), a voce russ. othhbo, tignum transversarium sublicis aliisve similibus superimpositum, in cuius foramina sublicarum (aliorumve similium) capita infiguntur ita, ut ad perpendicninm directae vacillare non possint. Огниво (насадка на надолбах). Ст. Чек. Вешник тунă чух лушин хума свуйсем çапаççĕ: виçĕ свуй пĕр ĕретре, ĕретĕ (i. q. ĕречĕ) шыв юхăмне май. Ун пек ĕрет арман вешникĕн икĕ енче. Çав ĕрет юпасем çине йывăç шăтарса тăхăнтарса хураççĕ, çавсене акнивăсем теççĕ. Çак вкĕ акнивă çине çӳл пуçне лушин хураççĕ. Когда устраивают вешняк, то для того, чтобы положить лежень, вбивают сваи: по три сваи в ряду; ряд идет по направлению течения. Такой ряд свай вбивается по ту и по другую сторону вешняка. На каждый ряд свай сверху насаживается (горизонтальное) бревно (так, что верхушка свай проходят в отверстия, продолблевные в бревне). Эти два бревна называются огнивами. На верхние концы огнив (т. е. на те их концы, которые смотрят против течения) кладется лежень. Ib. Арман кавăсĕнче (валакĕнче) валак питĕрмелли тăваççĕ: валакăн икĕ енне икĕ юпа (стойккă) лартаççĕ, икĕ юпа тăррине акнивă шăтарса тăхăнтараççĕ. В каузе (жолобе) устраивается запор: по обеим сторонам ставят две стойки (т. е. по одной стойке с той и другой стороны), а на стойки насаживается (надалбливается) огниво. V. арман, ленкер.

Акçан

(Акс’ан), nom. propr. viri, личн. имя муж. Т.-И.-Шем., Альш. Сf. Чув. яз. им.: „Аксян“. Альш. Акçан çаранĕ, nom prati, quod est prope vicum Елшел, назв. лугов около с. Альшеева, Буин. у. Ib. Шăхăртан чăвашĕсемех пулнă вĕсем, иккĕн пĕр тăван — Акçан, Ептĕлмен. Они были Шихирданские чуваши, два брата — Аксян и Эптильмень.

Акчура

(Акч’ура), nom. vici Tschuv. in praef. Tscheboxarensi, назв, деревни Айдаровой, Воскр. вол., Чебокс. у. A quodam „Акчура“ nomen traxisse dicitur, qui huius vici auctor fuisse-existimatur. Айдар. Чăн малтан пирĕн ял вырăнче (i. q. вырăнĕнче) пĕр тĕне кĕмен Акчура ятлă çын пурăннă, çавăнпа пĕтĕм ялне те Акчура тенĕ. В самом начале на месте нашей деревни жил некрещеный человек Акчура, поэтому и вся деревня была названа по его имени. || Nom. amniculi atque montis prope vicum Marax praef. Buensis. Ст. Чек. Акчура (Акц’ура) — çырма ячĕ, ту ячĕ; унта çăварнире ярăнма каяççĕ. Матакра аслă çăварни кун лашапа тенкелсене тиесе Хăймалу енчи çырмана ярăнма каяççĕ. Çырма ячĕ — Акчура. Акчура — назв. речки и горы, куда на масляницу отправляются кататься. В Матаках, в прощеное воскресенне, накладут на воза скамеек (для катанья с горы) и едут кататься на речку, находящуюся в стороне деревни Хăймалу. Речка. называется Акчура. V. чура.

акшар

(акшар), calx (qua addita fila linea aut cannabina in aqua macerari solent, ut candidiora fiant). Известь. Продаетея на базарах и употребляется чувашами для беления пряжи (çип хутма). Абаш. Чеб. у. || N. Çунтарнă акшара кив çарансем çине тăксан аван. Жженою известью хорошо удобрять старые луга. Это слово (в значении „известь“) есть и в дер. Кибенеевой (Амалăх) Цив. у. Тат. аkшар, мел. Ягудар. Акшар шурă сăнлă. Акшара хуларан илеççĕ, кĕрепенки пĕр пус тăрать. Акшара çип пĕçернĕ çĕре яраççĕ. Тăта (i. q. тата) акшарпа мăрья шуратаççĕ. Известь белого цвета; покупают в городе по 1 коп. за фунт; употребляется для беленая („варки“) пряжи, а также идет на побелку дымовых труб.

алапаш

(алабаш), fortasse e lingua tat. depromptum est. Neglegens, inscitus atque laevus. Non satis verecunda (de puellis dicitur). Может быть, от тат. „ала баш“. Небрежный, неловкий и не умеющий бережно и осторожно обращаться с вещами. Нескромный (в этом последнем смысле говорится о девушках). Употребл. как о женщинах, так и о мужчинах. Cf. тирпейсĕр. СПВВ. ФИ. Алапаш = шултăра çын: пĕр-пĕр япалана шыранă чухне ытти япаласене ытса ярса çĕмĕрекен çын, „Алапаш“ — человек, который, отыскивая какую-нибудь вещь, небрежно разбрасывает и разбивает (не намеренно) прочие вещи. Ст. Чек. Эх, алапаш! ку чей куркине те ĕнтĕ çĕмĕртĕн! Эх ты, уродина! и этот стакан разбил! Ст. Чек.? Ахтар! ку хĕр пит алапаш! Ах, какая бесстыдница эта девка! (т. е. с неприличными манерами).

алеккăм-салам

i. q. алакким-салам. Альш. „Алеккăм (scr. алекăм)-салам, асанне!» тесе калат, тет. «Алеккăм (ita scripturn est)-салам», темен пулсан пĕр хыпăттăм“, тесе калат, тет. „Здравствуй, бабушка!“ говорит он. Она сказала: „Если бы ты не сказал мне этого приветствия, я бы сразу схватила тебя ртом и проглотила“.

аликкĕ

(аλиык’к’э̆), duo et quinquaginta, пятьдесят два. Якей. I| Quindecim copeicae Russicae. Пятнадцать коп. V пус. ЧП. Апи, тăрса йорлам-и? пăр (i. q. пĕр) ылтăмне паратăн и, (lege: п̚аратνиы) çине аликкĕ парăн-в? Встать, что-ли, мне, мама, и пропеть? Дашь-ли ты мне за это золотой и пятнадцать копеек на придачу? V. аллă иккĕ, алликкĕ.

алик-салам

(ал’ик’-салам), a v. arab. (от араб.) [араб сăмахĕ] propric sunt verba salutantis, nunc vero in cantilenis tantum invcniuntur, iam perdita vera vocum significatione. Собран. З95. † Шак шакка юк, шакка юк та пире юк. Чалма-чалма чал тирик, алик-салам пĕр салам. N. † Шак та çук, шак та çук, шак та çук та пире çук, алик-салам пĕр салам. Ана çинчи эрĕм ути арăм пулас сасси пур (т. е. есть слух, что полынь, растущая на загоне, сделается бабой). V. Золотн., 221.

алă

sive ал (алы̆, ал), 1) manus, 2) alter pedum priorum. 1) рука человена, 2) передняя лапа животного. N. „Алă çăвас пулĕ, тет.“. Он говорить: „Чай, надо руки вымыть“. N. Хускалтăм та, аллăм та урам та пулчĕ. Я сдвинулся с места, и опять стал владеть и руками и ногами. Тюрл. Алă шырăлса (i. q. шăйăрăлса) карĕ. (Я) натер себе руку. Альш. Аллисене каялла тытса пырать. Идет, держа руки назад. Сред. Юм. Алли токмак пик (i. q. пек). У него руки точно колотушки (большие). Артюш. 374. Икĕ аллине вишшер (i. q. виçшер) пĕрене хĕстерсе амăш; патне таврăнат. Он засунул себе подмышки по три бревна и возрашается к матери. Ст. Чек. Алли ĕçленине çийĕ çĕклĕ. Вăррăн алли илет те (вăрлат та), çийĕ çĕклет (ăна хĕнеççĕ); вăрă çинчен тата аллипе, вăйĕпе мĕн те пусан çĕмĕрнĕ çын çинчен çапла калаççĕ. За то, что сделаешь руками, придется расплатиться горбом. (Послов.). Вор ворует, и за это ему приходится расплачиваться (его бьют); эта пословица приводится тогда, когда говорят о воре или о человеке, который что-набудь разобьет. Заcтупл. 11. Вара икĕ ачине икĕ алла тытнă та çав утма-çулпа кайнă. Потом она взяла обоих детей в обе руки и пошла по тропинке. Хып., 07, 18. Алла алă çăвать, алă пите çăвать, теççĕ. Шaймурз. 391. Алă алла çăват, алă пите çăват. Рука руку моет, руки лицо моют. (Поcлов.). Сред. Юм. Кирак (к’ирак) кăçта пырсан та, (i. q. кирек ăçта пырсассăн та), ик алла пĕр ĕç. Куда ни придешь, везде для двух рук одно дело. (Послов.; т. е. без дела нигде не проживешь, везде надо работать). Собран. Алă тĕкĕнмесен алă çул выртать, теççĕ. Если не тронут руки, пятьдесят лет пролежят. (Послов.; т. е. если обходиться бережно, то вещи хватит надолго). Сунчел. † Аллăмри ал-çыххи аллă хут; „чĕн мерчен-и?“ тесе ыйтаççĕ. У меня на руках запястье в пятьдесят рядов. Меня спрашивают: „Это из настоящих кораллов?“ Собран. З55. † Икĕ алăра икĕ сулă, алă вĕçне шăнăçаймасть. На той и другой руке у меня два браслета, такой величины, что не умещаются на руках. Якей. Аллинче портă тытса тăрать. Держит в руке (в руках) топор. Шорк. Алă тăррĕн (алы̆ т̚ŏррӧн’) çӳрет. Ходит на руках. Сред. Юм. Хõласĕнче õлпõтсĕмпе (õлбõтсэ̆мбэ) майрасĕм алăрак тытăшса çӳреççĕ. В городах господа ходят с барынями под ручку. Б. Ара. Пур патне ал пырать. Если есть что-нибудь, то так и тянет (хочется) попользоваться им. (Послов. о сьестном, о деньгах и пр.). Собран. Ал тименни аллă çул выртнă, теççĕ. Если не трогать руками, то пятьдесят лет пролежит. (Послов.; см. выше). Якей. Ку ача алăран та кайма пĕлмеçт уш (или: ĕнт). Этот ребенок просто с рук не идет, т. е. все просится сидеть на руках. Ib. Ачая алла вĕрентнĕ. Ребенка навадили сидеть на руках. Ib. Вăл ман алла килешшĕн. Он (ребенок) просится ко мне на руки. Ib. Вăл он аллине пымаçть. Он (ребенок) не идет к нему на руки. Ib. Ачая алла ил. Возьми ребенка на руки. Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. Дай, да потом и ходи. (Послов. о неудобстве давать взаймы). Альш. Акă кунта пĕр упа аллисене тăратса акăрса килет, тет ку арăм патне. Вот идет к этой бабе с ревом медведь, поднявши передние лапы. Сред. Юм. Кăш (i. q. хăш) чõхне кõшак пĕчик пӳтексĕне малти õрипе питĕнчен çапать; çавна: „аллипе çõпать“, теççĕ. Иногда кошка бьет маленьких ягнят переднею лапою по мордочкам; тогда говорят, что кошка дает им лапкою пощечины (colaphizat, palma percutit). Якей. Йăтă алă парать. Собака подает лапку. То же и в Ст. Чек. Ст. Чек. Кушак аллипе питне çăват. Кошка умывается лапкой. || Тrans. В перен. см. Сред. Юм. Кин илсе те аллу кансах ан лартăр. Ман пõр õнта — каламасан, кõнĕпе те çыврĕ. Хоть и сноха будет в доме, а все не надейся, что совсем будешь свободна от работы. Вон у меня — если не скажешь, целый день проспит. Изамб. Т. 9. Ывăл ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ, алăран суха-пуç карĕ ĕнтĕ. Сын вырос, теперь уж нет нужды пахать самому. Сред. Юм. Ним туни те çõк õн, пĕр-май ик аллине пĕр çĕре тытса ларать. Ничего не делает, сидит сложа руки (compressis, quod aiunt, manibus sedet). Якей. Она Йăван алли (аλλиы) турĕ. Это Иванова проделка (говоря о чем нибудь предосудительном). Ioannis consilio aut dolis factum est. Панклеи. Онтан ытти ват çынсам та Есрелĕ аллипе (Esreli opera) теминче çĕр çолхи асапран хăтăлчĕç. Потом и остальные старые люди избавились благодаря Эсрелю от вековых страданий. А. Прокоп. † Эпир илес хĕрсене каччă алли тиминччĕ. (i. q. тивминччĕ). О, если бы тех девушек, которых мы возьмем за себя (замуж), не коснулась рука юноши! (т. е. они были невинны; utinam illibata sit earum virginitas). Бугульм.? † Каччă алли тивсессĕн, пирĕн ача аллинче нухайкка. Если она окажется потерявшею девственность, то у нашего парня есть в руках нагайка. А. Сенчук. † Ял ялĕнчи хĕрĕсем каччă аллинче сарăхнă. Девушки других деревень пожелтели в руках юношей, т. е. утратили свою свежесть, расточая ласки юношам. Каша. † Кашасенĕн хĕрĕсем каччă курсан ялтăрат, каччă аллине ӳксессĕн сивĕ тытнă пек халтăрат. Девушка из деревни Елховоозерной сияют от радости, когда увидят юношей; когда же оне попадут в руки жениха, то как в лихорадке, трепещут (боясь возмездия за свою потерянную невинность). Синер. Мĕн алла кĕнĕ (= çакланнă, quod fors obtulerat), çавăнпа вата пуçларĕç, тет. Принялись бить чем попало. Кильд. Ш. Алла мĕн кĕнĕ, çавăнпа илсе çапнă ăна; алă айĕнче нимĕн те пулмасассăн сиксе тăрса урипе те пулин тапнă ăна. Бил его чем попало; если ничего не было под руками, то вскакивал и пинал его ногами. Чхĕйп. Чăваш халăхĕ Хусана вырăс патша çĕнтерсе туртса илсе хăй аллине илеччен тутар патша аллинче пурăннă. До завоевания Казани русским царем чуваши находились в подчинении у татарскаго хана („царя-татарина“) (in dicione regis Tatarorum fuerunt). Полт. Малороссия пĕтĕмпех поляксен аллине кайнă. Вся Малороссия подпала под власть поляков (sub imperium dicionemque Polonorum cessit). Чăваш халăхĕ вырăс патши аллине кĕнĕ. Чуваши подчинились русскому царю. Альш. Пирĕн алă çиелте. Мы одолели (в игре в мяч). Vicimus (ab iis dicitur, qui pila ludendo vicerint). Собран. 167, Ст. Чек. Аллăна пĕçерĕ, теççĕ. Руки обожжешь. (Послов.; т. е. заманчиво, но опасно). Сред. Юм. Ал киленеччин (i. q. килениччен) хĕненĕ. Отлупили (избили) как им только хотелось. Череп., Б. Ара. Алли кукăр. Furax est. Занимается мелким воровством. Сред. Юм. Аллине çыпăçать. Fur est. furatur. У него к рукам пристает, т. е. он крадет. Урож. год. † Ал ĕç патне пымарĕ. Не было времени заниматься этим делом. Ст. Чек. Алă пымасан ĕç тăвăнмас вĕт. Если не работать, то ведь дело не сделается само собою. Череп. Алли ĕç патне пымарĕ. Провел всю жизнь праздно. Сред. Юм. Ал айнерех пăрахăр. Ст. Чек. Алă айнерех хур. Положи (-те) поближе, чтобы при надобности можно было скоро достать. Истор. Çавăнпа вĕсем мулĕсене те ала айĕнче тытман, нумайĕшĕ çĕр айне алтса пытарнă. Поэтому они не держали при себе денег, а большею частью зарывали их в землю. Ст. Чек. Алă айĕнчен ачу-пăчуна ан яр. Не оставляй детей без присмотра. Якей. Аллине хыçалалла тытса анчах çӳрет. Слоняется без всякого дела. А. Прокоп. † Эпĕр пиллĕкĕн пĕр тăван, патша алли тиврĕ — уйăрчĕ. Нас пятеро единокровных, но разделила нас царская рука. || Litteras formandi modus singulis hominibus proprius, scriptura. Также обозначает почерк. Ст. Чек. Урăх çын алли пек çырать. Пишет чужим почерком. || Praeterea rei cuiusvis commoditatem significandi causa usurpatur. Также выражает удобство пользования какою-либо вещью. Ст. Чек. Ку лаша мана алă, илес-ха ăна. Эта лошадь для меня подходяща, надо ее купить. || Eodem nom. molarum, quas aптиркка dicimus, pars quaedam appellatur. Также часть обдирки (крупорушки). V. аптиркка.

алăура

, ал-ура, алура, (алура), manus et pedes, руки и ноги. СТИК. Аллу-уру хăртăр! Ачу-пăчу чăлах пултăр! Ватăлас кунта (лучше было бы: кунăнта) хутаçпа каймалла пултăр! Чтобы у тебя руки и ноги отсохли! Чтобы твои дети стали сухорукими! Чтобы тебе на старости пойти с нищенским кошелем! (Проклятия)! Тranslate. Переносно. Сред. Юм. Алли-õри тĕрĕс вит, амма ĕçлемес? Она çан чõл пысăклансан та çын тăрантса õсрамалла-и? Почему он не работает, ведь он здоров? Неужели его, такого большого (т. е. уже на возрасте), будут кормать другие? Ib. Ал-õра тĕрĕс-ха, хам та кайса илĕп. У меня и у самого есть руки и ноги (точнее: у меня и у самого нет физических недостатков), я и сам схожу и возьму. Якей. Алли-ори çыпăçать. Он искусный работник. Собр. 27. Ăста сыннăн савăлпа мăксăр ал-ура çавăрăнмасть, теççĕ. У мастера без клина и моха и дело не клеится. (Послов.). Сказ. и пред. 24. † Юманккапа юлташĕсем кунĕн-çĕрĕн утаççĕ, çапах алли-урисем пирĕнни пек ырмаççĕ. Юманка и его товарищи идут целые дни и целые ночи, и все-таки не испытывают, как мы, усталости. Альш.? „Уçăттăм та, аллăм-урам çук манăн“, тенĕ. Он сказал: „Я отворил бы тебе, но я не владею ни руками, ни ногами“. Собр. 349°. † Аллăнтан-урăнтан килсессĕн эсĕ те вĕрен çак юрра. Si potes, tu quoque hanc cantilenam memoriae trade. Если можешь, то и ты выучи эту песню. КС. Шăппăрçăн пĕр-ик курка сăрасăр алури (или: алли-ури) çавăрнмаçть. У пузырщика без одного или двух ковшей пива и дело на лад не идет.

алă йĕрки

(алы̆ jэ̆рги, ал-jэ̆рги). Ita appellator granorum series, quae asatore sparguntur, dum ille in serendo totum agrum, usque ad extremum eius finem, semel transit. Изамб. Т. Тырă акнă çухне анан пĕр пуçĕнчен пуçласа тепĕр пуçне акса тухсан ăна вара алă йĕрки теççĕ. Если во время сева пройдешь один раз, разбрасывая семена, от одного конца загона до другого, то подучившийся таким образом ряд посеянных семян называется „алă йĕрки“, т. е. лехою. Ib. Акса тепĕр пуçне тухсан старик тепĕр алă йĕркипе каялла акса килчĕ. Когда старик досеял до другого конпа загона, то вернулся назад, разбрасывая следующий ряд семян. || I. q. анирки. Чинер.

алă пар

(алы̆ п̚ар), data dextra vale dicere aut salutare. Н. Карм. † „Сыв пул, пур пул“, тесе алă панă чух пĕр тăванăм макăра пуçларĕ. Когда я прощался, мой брат (или: сестра; мой братец или: сестрица) заплакал. Ст. Чек. Çула кайнă чух пӳртрен алă парса тухатăн. Когда уезжаешь в дорогу, то выходишь из дома, распростившись со всеми за руку. Ib. Хăнана пырсассăн ман хăна пулат; эс те килен те, алă парса тухан. Ты, напр., придешь ко мне в гости, а у меня гости: подходишь и со всеми ими здороваешься.

алă çавăрăнни

(алы̆ с̚’авы̆ры̆ννиы), status eius, qui a negotiis vacuus est aut ad aliquid otium habet, имение досуга для чего-либо, бытие досужным. Изамб. Т. Ул пура алă çавăрăначчен ларат. Этот сруб стоит до тех пор, пока не найдется свободное время (чтобы начать строить избу). Под. Шигали. 472°. † Çыранăн та хĕрри çырлалăх ларччăр халĕ аллăм ай çавăрниччен. На краю обрыва ягодные места: пусть зреют там ягоды, пока я не удосужусь (сорвать их). Ст. Чек. Пĕр тĕрлĕ алă çаврансан, тытăнăпăр-ха каскалама. Когда будет подосужнее, мы примемся плотничать. Ib. Кĕпене пĕр тĕрлĕ алă çаврăнсан çĕлĕн, халь, авăн çапма каяр-ха. Ты сошьешь рубаху, когда будет подосужнее, а теперь пойдем-ка молотить.

ал татмалла выляни

(ал т̚атмала выл’аνиы), ludus puellarum, cuius ludendi causa in orbem consistunt. СТИК. „(В эту игру) играют в хороводах девки, стоя кругом и образуя кольцо“. || In Ст. Чек. еt Çĕнĕ-Кипек aliter luditur hoc modo. Ubi duo ludentium ordines iunctis manibus inter se contrarii constiterunt, facta sortitione, utri ludi initium faciant, singuli ex acie procurrunt, ut perrupto adversariorum ordine singulos eos quasi captivos secum abducant, quo suorum numerum augeant. В Ст. Чек. и Çĕн-Кипек играют иначе. Çĕн-Кип. Ал татмалла вылянă чухне пурте, кам выляс-тиекен, икĕ пай çине (lege: пая) уйăрлса тăраççĕ. Унтан çав икĕ пайсем икĕ çĕре, алран-ал тытса карталанса тăраççĕ. Унтан пĕр картинчен пĕр ачи тухать те, тепĕр картин икĕ çынăн тытăçса тăракан аллисем çине чупса каять. Унта вара вăл çав аллисене е уйăрса (татса) яриять, е лешсем хытă тытса тăнă пулсан, уйăрса яримаçть. Уйăрса ярсан, вăл хăйне пĕрле çав аллисене татса янă ачасенчен пĕрне çавăтса каять. Уйăрса яриман пулсан, хăй вĕсем хушшине тăрса юлать. Çапла вара вăййине пăрахачченех пĕр картинчен тепĕр картине чупса выляççĕ. Играющие разделяются на две партии, которые встают одна протав другой („в одно место“), схватившись руками и образуя два непрерывных ряда. Из одного ряда выходит мальчик и бежит, чтобы разорвать противоположную цепь. Если это ему удастся, он уводит с собою одного из тех, руки которых ему удалось разъединить; если же нет, то он сам встает между ними (в их цепь). Так играют, перебегая от ряда к ряду, пока не бросят игру. Ст. Чек. Çапла хире-хирĕç икĕ ĕрете алла-аллăн хытă тытăнса тăраççĕ. Укçапа е патакпа хăш ĕретĕ малтан чупмаллине пĕлсен ĕретĕн сылтăм енчи çынни чупат; вăл — хăне хирĕççипе ун çумĕнчи алла-аллăн тытăнса тăраççĕ, çавна татмалла. Тытсан татнă ĕретрен пĕрне илсе килет, татаймасан çав ĕрете хăй юлат. Таким образом (как будет показано на помещенном ниже чертеже) играющие встают в две цепи, одна против другой, крепко схватившись за руки. Когда бросят при помощи монеты или палки жребий о том, которому ряду бежать первому, бежит крайиий с правой стороны и старается разорвать цепь, образуемую рукою того, кто стоит насупротив (он будет крайним в противоположном ряду) и того, кто стоит рядом с последним. Если ему удастся сделать это, он уводит одного из цепи противников с собою, а если нет, то сам встает в их цепь. Ib. Хĕр-акасемпе ар-çын ачасем алăран алла тытăнса икĕ ĕрет хире-хирĕçĕн тăраççĕ. Хăш ĕретĕ вăйă пуçлассине пĕлме укçа пусан пĕр ĕретĕ ерул енне, тепĕр ĕретĕ ришкă енне йышăнат; укçа пулмасан патак, пĕр ĕретĕ патакăн пĕр пуçне, тепĕр ĕретĕ тепĕр пуçне йышăнат; укçанăн хăш майĕ çӳлелле, патак хăш пуçĕпе тăрăнса ӳкет, çав ĕретĕ вăйă пуçлат. Вăйă пуçлакан ĕретĕн сылтăм енче тăраканĕ алла-аллăн тытăнса тăракансенĕн аллисене татасшăн хытă чупса пырат. Аллисене татсан — алла-аллăн тытăшса тăракансем аллисене хытă тытса тăраççĕ — иккĕшĕнчен пĕрне хăй ĕретне илсе кайса сулахай енне тăратат. Аллисене татаймасассăн хăй çав ĕретĕн сылтăм енне кайса тăрат; вара ку ĕретрен чупма пуçлаççĕ, — татсан вăл чупакан ĕретренех чупмаллаччĕ. Çапла пурте чупса тухсан вăйă пĕтереççĕ. Девочки и мальчики берутся за руки и становятся в два ряда, из которых один стоит против другого. Чтобы решить, кому начинать игру, мечут жребий: если есть монета, то монетой, при чём один ряд мечет на орла, а другой на решетку (решку, плату), а если монеты не случится, то — палкой, и тогда один ряд берет себе одан, а другой — другой конец палки. Которою стороною упадет монета или которым концом ткнется брошенная палка, тому ряду и начинать. Тот, кто стоит на правом конце ряда, начинающего игру, старается разорвать с разбега противоположную цепь. Если ему удастся разорвать эту крепкую цепь, то одного из пары он уводит в свой ряд и ставит его на девую сторону; если же нет, то он сам встает на правую сторону этого ряда, и тогда бежит уже этот ряд. Если бы бегущему удалось разорвать цепь, то очередь бежать осталась бы за его рядом. Когда таким образом сбегают все, игра оканчивается.
[Ӳкерчĕк]
Стюх. † Айта, Марье, сар Марье, ал татмалла вялар-и? Пойдем, Марья, русая Марья, играть в игру ал татмалла?

ал тымарĕ

(т̚ымарэ̆, т̚ымар’), ал тымарри (ал т̚ымаϱϱиы), ал-тымар, arteria radialis. Pulsus arteriae radialis. Лучевая артерия. Пульс. Шихазан. Вара пĕр карчăккине анне аллине тыттарчĕ. Пăртак тытса тăчĕ-тăчĕ те: „Ах, тур, тăхлач! Ку ĕçе ал тымарĕнчен кăларас çук, юмăç паратăн пулĕ“, терĕ. Анне вара пĕр татăк çăккăра çиплĕ йĕппе тăрăнтарса пачĕ. Юмăç вара пăшăлтатса темĕн кала-кала юмăç мăклашкине сулантарчĕ-сулантарчĕ те пуçне пăркаласа: „Эх, тăхлач! сирĕн пурнăç малалла каясси темĕн; тухатмăш пит тĕплĕ пăснă сире!“ терĕ. Потом мать дала одной из старух руку. Та подержала ее и говорит: „Нет, сваха, это дело такое, что его по пульсу не узнаешь; лучше дай мне прибор для гадания“. Тогда мать взяла кусочек хлеба, насадила его на иголку с ниткой и подала старухе. Йомзя принялась гадать, шепча какие-то слова и качая прибор для гадания; потом она покачала головою и сказала: „Ах, сваха! не знаю, будет ли успех в вашей жизни; уж очень сильно испортили вас колдуны!“ Ib. Ал тымар тыткалама тĕшмĕртетре тен эсир? Может быть, вы умеете гадать по пульсу? Магн. 15. Алă тымар тытакан ăста, знающий значение пульса. Ib. Алă тымар тытса пĕлекен, мĕн малашне ырă-осал корассине, узнающий по пульсу о том, что придется испытать человеку в будущем, хорошем и дурном. Собран. 65°. Ал тымарри тапрансан çын вилет. теççĕ. Если пульс бьется не ритмично, то, говорят, человек умрет (Inter. Ст. Чек. Алă тымарĕ хăй вырăнĕнче мар, малалла та хыçалалла та улмаш-улмаш кайса тапат; çаван чухне вара çын вилет). Якей. Сан ал-тымарри ма хыт тапать? Почему у тебя так сильно бьется пульс?

алă тыт

(т̚ыт), prehendere alicuius dexiram, здороваться (или прощатьея) за руку, брать за руку. Ст. Чек. Алă тытса тухрăм. Я поздоровался со всеми за руку. БАБ. Пурте çĕлĕк илсе алă тытса тухрĕçĕ, тет. Все они сняли шапки и поздоровались с ним, один за другим, за руку. Альш. Юлташсемпе-пĕлĕшсемпе алă тытса уйăрăлтăмăр. Мы попрощались с товарищами и знакомыми за руку. Сбор. мед. Вăл çын пĕр пĕр сывă çынпа алă тытсассăн, унăн чирĕ сывă çыннăн алли çумне те çыпçăнса юлать. Если он поздороваетея за руку с здоровым человеком, то его болезнь пристанет и к руке последнего. Альш. Çĕнĕ çын „шыв пуçласа“ килсен çав ăсса килнĕ шывĕпе яшка çакса яшка пĕçерсе парать. Яшка пиçсен, антарсан аратнисемпе пуринпе те виçшер кашăк шӳрпе сыпать; „алă тытса пыр çиес“ теççĕ çавна. Когда молодая придет с речки, куда она пошла впервые за водой, она варит на этой воде похлебку. Когда похлебка поспеет и ее разольют, она выхлебывает с каждым из своих родственников по три ложки похлебки; это называется „поесть, подав друг другу руку“. (В другом месте рукописи о том же обряде сказано: „Çакна: алă тытса пыр çинĕ, теççĕ“.

ал тытăмĕ

(lege: ал т̚ыды̆м), quantum manus capiat, сколько можно захватить рукою. Ст. Чек. Çӳç харшшай (i. q. Череп. хурушшай) ӳсрĕ, пĕр алă тытăмĕ (= алă тытмалăх) пулĕ ĕнтĕ. Волосы уже настолько выросли, что можно захватить рукою. СТИК. Вăрманĕ шултăра-и вара? — Шултăра! — пĕр алă тытăмĕ йывăçсем кăна! А лес-то крупный? — Крупный! — нет дерева, которого нельзя бы было обхватить рукою!

ал-хапăл

ех алă еt. v. аrab. [Араб сăмахĕ] acceptio (v. хапăл), statim? illico? тут-же, тотчас-же? V. infra. СПВВ. Т. Ал-хапăл тесе пĕр-пĕр хĕре çураçма кайсан: „Укçана ал-хапăлах тултартă-мăр“, теççĕ. Выражение ал-хапăл употр. в том случае, когда поедут сватать невесту и потом говорят. „Мы тут-же (?) заплатили все деньги сполна, чистоганом“.

алă хушши

(алы̆ х̚ушши, ал х̚ушши, ал х̚ошши, КС. , Питуш., Якей. и др.), agri aliquantulum, quod quamlibet ob causam inconsitum mansit, обсевок, пустое, не засеянное простравство, оставленное от неуменья или других причин между двумя рядами посеянных семян. КС. Алă хушши юлнă. Остался обсевок. Шурăм. 9. Тырă акнă чух ал-хушши юлсан ана хуçин пĕр çын вилет. Если при севе останется обсевок, то у хозяина загона кто-нибудь умрет. Можар. Чăвашсем ал-хушши юлсан лайăх мар, теççĕ. Чуваши думают, что, если на загоне останется обсевок, то это не к добру. См. лякка. Ст. Чек. Алă хушши ырра юлмас вăл. Обсевок не предвещает добра. || Etiam agri pauxillum aut ageilum parvulum significare posse videtur. Иногда, повидимому, означает небольшое количество земли. Дом. ссоры. Уйра пĕр ал хушши çĕр пулсан çăкăр та пур. Если в поле есть немножко земли, то есть и хлеб. V. infra икĕ алă хушши.

икĕ алă хушши

caules cannabis, qui in media lira non evulsi manserunt. Ст. Чек. Кантăр татнă чух пĕри пĕр лекке йăранĕпе, тепĕри тепĕр лекке йăранĕпе пырат: пĕри леккен пĕр çуррипе, тепĕри тепĕр çуррипе пырат; хăш чухне татмасăр юлат çав лекке варринче, ăна ик алă хушши (алă хушши) теççĕ. Когда берут конопли, одна идет по одной борозде, отделяющей леху, а другая по другой: одна по одной половине лехи, а другая по другой; иногда, таким образом, между тою и другою бороздою остаются по средине лехи не выдернутые стебли, которые и называются ик алă хушши (или: алă хушши).

алли

(аλλиы; propiie s. manus eius), res commoda, idonea, conveniens, удобная, подходящая вещь. Альш. Мана, пĕр вун пилĕк пуслăх кивĕ кĕнеке илсен, алли. Если я куплю копеек на 15 старых книг, то мне и ладно по моим средствам. Сред. Юм. Çак атă мана алли-ха (хакĕ те хаклă полмасан, тавар та аван пõлсан, пысăккăш(ĕ) те хăйне йõрасан калаççĕ). Эти сапоги для меня подходящи (говорят тогда, если и цена недорогая, и товар хороший, и величина сапог подходящая). Ib. Она пăртак лекни те алли-ха! Так ему и надо; хорошо, что его немножко поколотили! (говорят о побитом).

алăк

(алы̆к), ianua, porta а, дверь; ворота. Якей. Алăка ан тăр. Не становись в дверях. Ib. Алăкне уç, вăлсам кĕччĕр. Отвори дверь, пусть войдут. Ib. Эп алăк питĕртĕм, вăлсам ан кĕччĕр тесе. Я запер дверь, чтобы они не вошли. Ib. Эп алăк питĕрсе, вăл кĕримĕ. Я запер дверь, он не сможет войти. ЧК. Пире анне алăка уçса ăсатса ячĕ. Мать отворила нам дверь и проводила нас. Истор. Славянсем пӳрчĕсене темиçе алăк кастарнă. Славяне прорубали в своих избах несколько дверей. Собран. 59. Тухсан та кĕрсен те алăка хупса çӳре. И при входе и при выходе всегда затворяй за собою дверь. ЧС. Алăкран тухсан алă тĕслĕ ăс кĕрет. Когда выйдешь из дверей (дома), то мысли (под разными влияниями) изменяются. (Послов.). Изамб. Т. 102. Урай каштинчен пĕр-ик йĕрке çӳлте алăк касаççĕ. Венца на два выше переруба прорубают дверь. Ib. 102°. Чӳрече, алăк янаххисене лартсан, кăмака хыси (хыиы) тусан, сакăсене тусан вара: „Ăста çĕнĕ пӳрте алăкне хупса тухса кайрĕ“, теççĕ. Когда будут вставлены окна и дверные косяки, а также устроен маленький сруб, на котором кладетея печь, и лавки, то говорят; что „мастер (плотник) затворил дверь в новую избу и ушел“ (т. е. изба готова). Чăвашсем, 8. Юмăç алăкне нумай тапратрăмăр. Немало ходили мы к йомзям. Альш. Ĕлĕкрех кĕрӳшне алăк патне чаршав карса лартаччĕç (i. q. лартатьчĕç), теççĕ ватăраххисем. Люди постарше говорят, что прежде жениха сажали у двери, за („повесив там“) занавес. ЧП. Вĕрене курка — сар курка, алăран-алла çӳретĕр, алăк патнелле ан ярăр. Пусть желтый кленовый ковш ходит из рук в руки, но не передавайте его (по направлению) к дверям. Собран. 199°. Хурт-кăпшанкă тапранат, ылттăн алăк уçăлат. (Сĕлĕ шерепи тухни). Начинают шевелиться насекомые (не летающие), отворяется золотая дверь. (Загадка: появление метелки у овса). Актай. Пĕр килемине кăвапинчен туртса кăларап. (Алăк). Одну старушку я вытаскиваю за пупок. (Загадка: дверь). N. Вăл мĕскĕн алăк панчен тĕпелелле пĕре те иртмеçчĕ (т. е. иртместчĕ). Он, бедный, никогда не проходил в перед избы, а все сидел у дверей. Якей. Алăкра ан тăр. Не стой я дверях. Альш. Алăка пырса тăчĕ. Встал в дверном пролете (т. е. на пороге). Ib. Алăкра тăрать. Стоит в дверном проеме (т. е. на пороге). Якей. Çак алăка çӳрене чох хопса çӳрес полать. Надо затворять эту дверь, когда ходишь. Панклеи. Лаша тӳрех хайхи хĕр патне отать. Херĕн молча пак пӳрчĕ патне çитсен алăкĕнче кокальтяма тапратать. Лошадь прямо идет к выщеупомянутой девушке. Подошедши к ее избе, похожей скорее на баню, она начинает рыть копытом у ее дверей. С. Александровское. Алăкăнче (i. q. алăкĕнче) хуралçăсем хурал тăнă. У дверей стоял караул. Шевле. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа алăк патнелле пăхса пĕтĕм турра асăннă. Мулла калпакне хул айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă; унпа пĕрле ыттисем те хăш чухне мĕн çимĕç те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл-туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх-сăхнă, унччен сăх-сăхман. Во время моления сначала отворяли дверь и, обратавшись лицом к двери, молились поименно всем богам. Лицо, произносившее молитвы, затыкало шанку подмышку и держало в руках кушанье; вместе с ним стояли и остальные, иногда также держа в руках какое-нибудь кушанье. Лишь по совершении молитвы лицом к двери, они обращались лицом к красному углу (к тяблу) и крестились; ранее этого они на себя креста не клали. Альш. Пуп алăкран кăна пĕр-ик виçĕ сăмах калатьчĕ, тет, турăшсемпе-мĕнсемпе килсен. Когда священник приходил с иконами и п., то, говорят, ограничивался тем, что скажет слова два-три в дверь и уйдет (т. е. даже и не входил в избу). Альш. † Çак ялсенĕн ачисене алăк хыçне хĕсрĕмĕр. Парней из этой деревни мы вытолкнули за дверь (скорее: прижали за дверью). Якей. Алăк хошшине ан пол. Не попади (рукою или ногою) между дверью и косяком, (т. е. не прищеми их). Ст. Чек. Йăттăн хӳри алăк хушшине пулнă. Собаке прищемило хвост дверью. Ст. Чек. Мĕн алăк виттĕр калаçса тăран? — пӳрте кĕр. Что ты разговариваешь через (приотворенную) дверь? — взойди в избу. Ib. Акка патне хăнана карăм та, алăк виттĕр калаçса тăрат манпа, пӳрте те кер темес. Те хунь-ашшĕнчен хăрăт мана чĕнме. Я пошел в гости к старшей сестре, а она стала у двери и разговаривает со мною через (приотворенную) дверь: даже в избу не зовет. Не знаю, свекра, что-ли, она боится (и потому не решается) позвать меня. КС. Ма алăк виттĕр калаççа тăратăн? Зачем ты разговариваешь через затворенную дверь? Бугурусл. Эпĕ алăк çине улăхрăм. Я залез на ворота (на гумне). Якей. Алăк уççа хопса тăрать. Служит привратником или: временно заменяет его. Ib. Он мĕн пор ĕçĕ те алăк уççа хопасси анчах. Все его дело заключается в том, чтобы отворять и затворять дверь. Eadem vox postpositionibus „урлă“ е! „çи“ coniuncta limen inferum et superum significat. В соединении с послеслогами „урлă“ и „çи“ это слово часто означает порог и притолоку. Шурăм. 26. Алăк урлă шалалла пăхатăп. Смотрю через порог (т. е. через отворенную дверь) внутрь комнаты. Пуп алăк урлă каççанах хай чирлĕ карчăк сиксе тăнă та, пупа мăйкăçпа çаклатса та илнĕ. Как только поп перешагнул через порог, — упомянутая выше больная старуха вскочила и живо захлеснула его за шею удавкой. КС. Ма алăк урлă калаççа тăратăн? — шала кĕрсе калаç. Почему ты говоришь через дверь (или: через порог)? — ты войди для разговора в избу. См. выше „алăк виттĕр“. БАБ. Алăк урлă вырттарса тапмалла. Надо пинать, положивши через порог. Альш. Алăк урлă каçаймас. Не может перешагнуть через порог. КС. Алăк çанче ларать. 1. Сидит на пороге. 2. Сидит на полотне двери. Ib. Ача алăк çине хăпарса ларчĕ. Мальчик залез на полотно двери. Срав. Ib. Алăк тăрăнче (Iеgе: тŏрнџ̌э, ехtrita ŏ littera, i. q. тăрринче) сала-кайăк ларать. На притолоке двери сидит воробей. Турх. Алăк çине пусса кĕрет. При входе ступает на порог. Срав. N. Чир ересрен алăк çине пилеш, тал-пиçен, тимĕр хураççĕ; апла тусан чир ермест, шуйттан та хăрать, т. е. для предупреждения болезни и отогнания чорта кладут на дверь рябину, татарник и железо. Л. Кошки. Алăк çине ан лар, хурт тухса каят. Не садись на порог, пчелы улетят. Череп. Алăк çине ан тăр. Не вставай на порог. (Срав. чӳрече çине, на окно, т. е. на подоконник). Цив. Алăк çинче ларать. Сидит на пороге. Альш. Чăхха алăк çине хурса пусрĕ. Он заколол курицу на пороге. Ib. Мĕн алăк çинче ларан? Что ты сидишь на пороге? Jn dialecto Альш., si G. Timofeievio credimus, „aлăк урлă“ earn rei positionem significat, cum iuxta limen inferum posita est in longitudinem eius porrecta, sin autem in ipso limine transverse sit collocata, non „алăка (алы̆га) урлă“ dici solet. В Альш. „алăк урлă“ говорят о вещи, которая лежит поперек двери, т. е. около порога, но параллельно ему; если же она лежит поперек порога, т. е. пересекая порог, то говорят не „алăк урлă“, а „алăка урлă“.

кĕçĕн-алăк

(кэ̆з’э̆н’-алы̆к), portula, foricula, quae est iuxta portam maiorem, quam мăн алăк sive хапха dicimus, калитка. Череп. ЧП. † Кĕçĕн алăкран тухрăм, сĕлĕ сапрăм пĕр пуянăн шурă хурĕшĕн. Я вышла из калитки и посыпала овса для белого гуся одного богача. V. кĕçналăк.

алăкран-алăка

(алы̆кран-алы̆га), osfiatim, от двери к двери, из двери в дкерь. Якей. † „Апи килмер“, тиесе алăкран алăка чопăть поль. Вероятно, бегает от двери к двери и говорит: „Мама не пришла!’“ Ст. Чек. Алăкран алăка чупса çӳрет. Бегает из двери в дверь (напр., из двери одной избы в дверь другого и обратно, если две избы соединены между собою сенями). Толкование Ст. Чек. Пĕр алăка тухсан хупат та, тепĕрне кĕрет (пăлтăр алăкĕпе пӳрт алăкне уçса хупсан е хире-хирĕç пӳрт алăкĕсене уçа-уçа хупсан, пăлтăртан тухса хапха алăкне уçса тек çӳресен). || По толкованию КС. также и: от двери к двери.

алăк тимĕрĕ

алăк тимĕрри, алăк тимĕри (алы̆к т’имэ̆рэ̆, — т’имэ̆рри, — т’имэ̆ри), 1) i. q. алăк петли (алăк тимĕри, КС., алăк тимĕрĕ, Çеçмер), 2) i. q. алăк хăлăпĕ. Вотлан. Пĕр çын тунине пин çын тытĕ. (Алăк тимĕр). За сделанное одним берется тысяча человек. (Загадка: железная скобка двери). В другой записи, сделанной там же, стоит: алăк тимри.

алăм

(алы̆м), tantum frumenti aut farinae, quantum cribrum capiat, количество муки или зерна на одно сито (решето). Якей. Паян Мишкарăмне пĕр алăм çăнăх парса ятăм. Сегодня я дала жене Михайлы на одно сито муки. Череп. Пĕр алăм ыраш алларăм. Я просеял решето ржи. Ст. Чек. Алăм çăнăх — пĕрре алламалăх çителĕклĕ çăнăх. Ib. Пĕр алăм тырă. Ib. Пĕрер алăм çăнăх (тырă) алла-ха. Просей-ка с решето муки (зерна). В Çеçмер в том же значении употр. ала.

алăт

(алы̆т), fodere, рыть. Богатырево. Вара вăсем çĕр алăтма пуçларĕç, тет те, пĕр тулă пĕрчи тупрĕç, тет. Потом они стали рыть землю и нашли пшеничное зерно. Сказ. и пред. 27. † Тем тĕрлĕ те шыв юхать, тĕрлĕ çĕре алăтать. С силою течет вода, роя землю в разных местах.

алла

(алла), incernere, subcernere, cribrare, сеять, подсевать (решетом или ситом). Б. 13. Ыраша аллар. Давай подссем рожь. Б. Арабузи Б. Унтан пĕр тирĕк çăнăха çичĕ хут акă çапла каласа алларĕ. Потом она просеяла семь раз блюдо муки, произнося следующие слова. Otiosum ambulare. Также шататься попусту. Ст. Чек. Мĕн алласа çӳрен? (i. q. мĕн пустуя çӳрен?) Что ты шляешься?

аллă

(аллы̆), quinquaginta, пятьдесят. Hac forma utimur, cum dicimus aliquid absolute, nullo alio numero aut nomine addito; eadem in eorum, quos анатри appellamus, sermone in copulationi-busquoque verborum ponitur, itatamen, ut sequente vocali proаллă'> etiam '>аллă etiam алл dici possit, elisa ultima brevi, tametsi non in omnibus dialectic. Iu eorum vero, qui вир-ял appellantur, lingua (non omnium tamen) in iisdem verborum copulationibus aлă aut ал dicitur, illud ante consonantem, hoc ante vocalem aud sequeute л littera, quamquam hanc quoque legem non semper servare videntur, quippe cum et ante vocalem nonnunquam алă ponere soleant ambiguitatis evitandae causa, ut ab aliis vocibus, quae sirhilem aut eundem habeant sonum, facilius discerni possit, et ante consonantem , sed hoc rattus, praeterquam in numeralibus, ab uno ad decern, quibus additis semper ал dicitur, elisa altera syllaba. Эта форма числительного ставится тогда, когда за ним не следует название единиц или определяемого им существительного; она же употребляетея у низовых чуваш и в словосочетаниях, при чем в некоторых говорах конечная краткая гласная ă перед следующею гласною отпадает. У верховых чуваш (в некоторых говорах) форма аллă в сочетаниях с другими именами не ставится, и заменяется формою алă перед согласными и ал перед гласными звуками и л, хотя это правило и не всегда соблюдается, так как, во избежание подобозвучия, иногда и перед следующею гласною ставят алă, а перед согласною — ал; последнее — реже, исключая наименование единиц, перед которыми всегда ставится ал. Exempla. Примеры. Аллă, 50, аллă пĕр (Череп., Ишли и др.) ал пĕре (п̚э̆рэ, Çеçмер), алпĕр (ал,бэ̆р, с ударением, конечно, ва 1-м слоге, Абаш.), аллă пĕрре (Абаш., параллельно с алпĕр), 51, аллă иккĕ (аллы̆ иккэ̆) или: алликкĕ (аλλиыккэ̆, Череп.), алликкĕ ( КС.), алликкĕ (Абаш.), аликкĕ (аλиык’к’э̆м, ib.), аликкĕ (Çеçмер.), 52; аллă виççĕ (Череп., Л. Кошк. и др.), ал виççĕ (Çемçер., Абаш., но в последнем и аллă виççĕ), 53; аллă тăваттă (Череп., Л. Кошк. и др.), ал тăваттă (Çеçмер., Абаш., но в послед. и аллă тăваттă), 54; аллă пиллĕк (Череп., Л. Кошк. и др.), ал пилĕк (п̚ил’э̆к’, Çеçмер), ал пиллĕк (Абаш., но здесь и аллă пиллĕк), 55; аллă ултта (Череп., Л. Кошк.), алл улттă ( КС.), ал олттă (Çеçмер, Абаш.), 56; аллă çиччĕ (Череп. Л. Кошк. и др.), ал çиччĕ (Çеçмер), ал çиччĕ и аллă çиччĕ (Абаш ), 57; аллă саккăр (Л. Кошк., Череп.), ал саккăр (Çеçмĕр.), ал саккăр и аллă саккăр (Абаш.), 58; аллă тăххăр (Череп., Л. Кошк. и др.), ал тăххăр (Çеçмер), ал тăххăр и аллă тăххăр (Абаш.), 59. || Череп., Л. Кошк., КС. аллă çын, Çеçмер. алă çын, Абаш. ал çын, аллă çын, 50 человек; Череп., Л. Кошк., КС. аллă кĕнеке, Çеçмер. алă кĕнеке, Абаш. аллă кĕнеке, 50 книг; Череп., Л. Кошк., КС. аллă лаша, Çеçмер. ал лаша, Абаш. аллă лаша, 50 лошадей; Череп., Л. Кошк., аллă лавкка, КС. аллă лапка, Çеçмер. ал лапка, Абаш. аллă лапка, пятьдесят (торговых) лавок; Череп., Л. Кошк аллă ача, КС., Абаш. алл ача, Çеçмер. ал ача, пятьдесят чел. ребят; Череп., Л. Кошк. аллă ĕне, КС. Абаш. алл ĕне (алл э̆н’э), Çеçмер. ал ĕне, 50 коров; Череп., Л. Кошк. аллă ӳпре, КС., Абаш. алл ӳпре (алл ӳпрэ̆), Çеçмер. ал ӳпре, 50 мошек; Череп. аллă ура, Абаш. алл ора, Çеçмер. ал ора, 50 ног (ал-ора — руки и ноги); Череп. аллă ухмах, КС. алл ухмах, Çеçмер. ал охмах, 50 дураков; Абаш. ал ут, 50 лошадей; Л. Кошк., Череп. аллă упа, Çеçмер. ал опа, Абаш. алл опа, 50 медведей, Л. Кошк. аллă ĕйĕ, Абаш. алл и (алл и), алл ăй (ы̆j), Çеçмер. алă ыйă, 50 долот; Л. Кошк. аллă алă, Абаш. аллă ал (ал), Çеçмер. алă алă (алы̆ алы̆), 50 рук, (чтобы не смешать с алаллă, имеющий решето). Л. Кошк., Череп. аллă арçын, КС., Абаш. алл арçын, Çеçмер. алă арçын, 50 мужчин; Л. Кошк. аллă арăм, Абаш. алл арăм, Çеçмер. алă арăм или ал арăм, 50 жен (можно смешать с аларăм, я просеивал); Л. Кошк. аллă тенкĕ, Абаш. аллă тенкĕ и ал тенкĕ, Çеçмер. ал тенкĕ и алă тенкĕ, 50 рублей; Л. Кошк. аллă турат, Абаш. аллă торат, Çеçмер, алă торат, 50 ветвей; Л. Кошк., Абаш. аллă хĕр, Çеçмер. алă хĕр, 50 девиц; Л. Кошк. аллă пукан, Абаш. аллă покан, Çеçмер. алă покан, 50 стульев; Л. Кошк. аллă йывăç, Абаш. аллă йăвăç, Çеçмер. алă йăвăç, 50 дерев; Л. Кошк. аллă хула, Абаш. аллă хола, Çеçмер. алă хола, 50 городов: у низ. аллă çухрăм, Çеçмер. алă (или: ал) çохрăм, Абаш. Аллă çохрăм и ал çохрăм, КС. аллă çухрăм и ал çухрăм, 50 верст; у низ. аллă çул, Абаш. алă (ал) çол, Çеçмер. ал çол, 50 лет; Çеçмер. алă пус, алă пăт, алă пин. Абаш. алă пус, аллă пус, алă пăт, аллă пин, алă пин, низов. аллă пус, аллă пат, аллă пин, 50 копеек, 50 пулов, 50 тысяч; низов. аллă пĕр тенкĕ, Çеçмер. ал пĕр тенкĕ, 51 рубль; низов. аллă икĕ тенкĕ (аллă ик тенкĕ), аллă виçĕ тенкĕ (аллă виç тенкĕ), аллă тăватă тенкĕ (аллă тăват тенкĕ), аллă пилĕк (п̚ил’э̆к) тенкĕ, аллă ултă тенкĕ (аллă улт тенкĕ), аллă çичĕ тенкĕ (аллă çич тенкĕ), аллă сакăр (с̚агы̆р) тенкĕ, аллă тăхăр (т̚ы̆hы̆р) тенкĕ; Çеçмер. ал ик тенкĕ, ал виç тенкĕ, ал тăват тенкĕ, ал пилĕк тенкĕ, ал олт тенкĕ, ал çич тенкĕ, ал сакăр тенкĕ, ал тăхăр тенкĕ. Нюш-к. У аллă çын аллипе, хĕрĕх çын хӳттипе пурăнать, теççĕ; апла калани йăвăр ĕçе хăй тумас, çын çине нумай шанат пулсан та, аван пурăнать, тени пулать. Он живет руками пятилесяти человек, под защитою сорока человек. (Эта пословица имеет в виду человека, который живет хорошо, хотя сам и не работает тяжелой работы, а все надеется на других). Ст. Шай. † Тăваткăл-тăваткăл пураççĕ аллă çула илемшĕн. Рубят срубы, и все четырехугольной формы, чтобы было красиво, на пятьдесят лет. КС. Эпир аллăн. Нас пятьдесят (человек). Ib. Вăл ытла ватах мар, алла çитнĕ пулмалла. Он не очень стар; ему, должно быть, исполнилось пятьдесят лет („он достиг 50-ти лет“). Ib. Аллăран вăтăр кăларсан миçе юлать? Сколько будет, если из 50 вычесть 30? Ib. Миçере вăл? — Аллăра. Сколько ему лет? — Пятьдесят. Ib. Аллăпах пырса перĕнейман (i. q. перĕнеймĕн__) унта. Туда нечего и соваться с пятьюдесятью рублями („Только с 50 руб. туда не приступишься“). NЗ Абаш. Ал пымасан ал çол выртать, тет. Если не дотронутся руки, то пятьдесят дет пролежит. (Послов.).

аллăм

(аллы̆м), i. q. (то же, что) алăм. Тюрлем. Пĕр аллăм алласа кил-ха çăнăх: çитеймерĕ çăнăх. Просей и принеси сито муки: не хватило.

алма

(алма), monile e nummis argenteis consertum, quod a feminis. Tschuvaschorum diebus festis gestatur. Род ожерелья. СПВВ. ӨВ. Алма — ярапа, хĕр-арăмсем тенкерен çакса праздниксенче (Iеде: праçниксенче) тăхнаççĕ. Алма — висячее украшение из монет, надеваемое женщинами в празданки. СПВВ. ӨН. Алмана та хĕр-арăмсем çакаççĕ. Алма тоже надевается женщинами. Сред. Юм. Алма тĕкисĕне (lege: тенкисĕне) пĕр-пĕрин çине постарса çакса тохнă май-çыххине калаççĕ. Алма — ожерелье, сделанное из монет, которые привешены так, что края одной отчасти прикрывают другую (как чешуя на рыбе). ЩС. Алмана шăрçа пек çакаççĕ, вăл çурăм çинче ярăмланса тăрат. Алма вешают (на шею) так же, как бусы; она свешивается (и) на спину. Тюрлем. Хăйсем пурте хĕрлĕ кĕпесемпе те атăсемпе; пуçĕсенче тухья, умĕсенче алмапа шӳлкеме; тенкĕллĕ мăй-çыххнсем, урăх илемлĕ шăрçасем те çакнă. Все оне в красных платьях и сапогах; на головах тухьи, на груди алма, шӳлкеме (русские в Курмыш. у. зовут это украшение шельдема) и ожерелья, увешанные монетами; кроме того, на них есть и другие красивые украшеная из бус. N. † Ана çинчи йыт пыршине туй матки алми тунăсем. Из вьюнка, растущего на загонах (convolvulus), они сделали алма для своей свахи. Собран. ЗЗ0°. Алтрăм, алтрăм, алма тупрăм, алтса çитсем кĕмĕш тупрăм. (Сарана). Рыл я рыл, и нашел алма; а когда дорылся, то нашел кĕмĕш (а v. tatar. [араб сăмахĕ], argentum, от тат. кёмёш, серебро). (Загадка: растение „сарана“).

алмак

(алмак), familia, quae ex consanguineis constat, семья, состоящая из кровной родни. Сред. Юм. Ашшĕ те тăван, амăш те тăван, пĕр алмака мĕн çитет õ? У них и отец родной и мать родная, что может сравниться е семьею, состоящею из кровной родни? Ib. Пĕр алмак õсĕм (õзэ̆м). Они кровные братья или сестры. Ib. Пĕр алмакпа пõрõннине мĕн çитет вара? Что может сравниться с жизнью семьи, члены которой соединены кровными узами? (Говорится в том случае, если и отец и мать семьи — родные, а не чужие, т. е. не отчим и не мачеха).

алмас

(алмас), adamas, алмаз. Килтĕш. † Сарă хăйăр пек тăванăмсем алмас пулас сасси пур. Слышно, что мои родные, волосы которых русы, как желтый песок, обратятся в алмазы. || Item est cognomen viri cuiusdam. Michaelis (Mихале) nomine, qui, cum fenestrarum specularia inserendo victum quaeritaret, ad vitrum secandum adamante utebatur. Прозвище мужчины. Чăвйпур. 10°. Кушкăра пĕр Михеле ятлă çын пур, Симун Якур Михели теççĕ ăна, тата Алмас Михели теççĕ. Алмас Михели тесе çавăнпа калаççĕ ăна: вăл кĕленче касса, чӳречесем лартса çӳрет. Перевод см. в Опыте чув. синт., З. Чăвйпур. 13. Мана Алмас хĕнерĕ, ĕнтĕ эпĕ вилетĕп. Алмас избил меня, я умираю. (Эти слова говорит отец Алмас Михели, избитый последним).

алса

(алза), quae manuin significat., от слова „алă“, рука: manuum pperimenta, quae praecipue ad manus contra caeli iniurias muniendas abhibentur. Eorum tria sunt Kenera: unum e lana factum, interius, quo ipsae manus teguntur, alterum, quod e corio conficitur, exterius, induitur supra illud, tertium e pelle. Варь(е)ги, рукавицы, голицы. Альш. † Кăçал ыраш пит пулчĕ: алсапалан выртăмăр. Нынче рожь уродилась хорошо: мы жали ее в голицах. Собран. 248. Алă хуçăлсан алсашне (т. е. алса ăшне) чик, пуç çурăлсан çĕлĕкшне чик, теççĕ. Если ты сломишь себе руку, спрячь ее в рукавицу; если проломишь голову, спрячь ее в шапку, т. е. пусть другие не знают твоего горя. (Послов.). Сред. Юм. Пĕр çôл юппи панче алса пӳрнески пик карчăк ларать, тет. На одном повороте дороги сидит старуха, величиною с напалок рукавицы. (Из сказки). Яргуньк. „Алса сыпма каятăп, виç кунсăр та килместĕп“, тесе чечук пӳрчĕ умĕнчен иртет, тет. Он прошел мимо окон дьячка со словами: „Я иду наставить рукавицы; раньше трех дней я не вернусь“. Л. Кошк. Ах, алсана çухатрăм, ăшĕ-тулĕпех! Ах, я потерял рукавицы (или: голицы) совсем и с варьгами („рукавицы с внутренностью и внешностью их“) † Ыр ут умне хурсассăн алсипе-алсипе вăл çийĕ, алси тулли мул юлĕ. Если его (сено) положить перед добрым конем, то он будет есть его, захватывая клочками величиною с рукавицу, и у меня останутся полные рукавицы богатства (или: денег, т. е. благодаря коню я разбогатею. Другое толкование: если хорошо раскормить коня, то, продав его, получишь хорошие деньги. Первое объяснение вернее).

алт

(алт), i. q. авăт. Байгул. Алтан çӳле ухса (i. q. улăхса) алтсан уяр пулать. Если петух поет, взлетев (на забор иди на плетень), то будет ведро. ППТ. Çăва тухсан пĕр-пĕр çĕрте пĕлĕтсем хуралса, аслати алтса çиçĕм çиççĕ çумăр çăва пуçласан... Если летом где-нибудь появятся черные тучи, загремит гром, засверкает молния и пойдет дождь, т. е. разразится гроза... V. кук.

алт

(алт), i. q. (то же, что) авăт, fodere, cavare, рыть, долбить, крпать. Орау. Эпĕ шыв патнерех пытăм та, тăм алтма тытăнтăм. Я подошел поближе к берегу и стал рыть глину. Б. Яуши. Хайхи пуртăпа çĕре алтса çĕре пытарчĕ, тет. Зарыл в землю, разрыв землю топором. Сирах, 1. Кам шăтăка алтса хурать, çав шăтăка хăех кĕрсе ӳкет. Qui fodit foveam, ipse incidet in earn. Елховоозерная. Авалхи çынсем вăрăсенчен хăраса пичĕкесемпе укçа алтса пытарнă, теççĕ. Старинные люди, говорят, боялась воров и зарывали деньги в бочках. Чăвйпур. 37. Яхуть алтса çитерсен килне таврăннă. Когда Ягуть дорылся до нужной глубины, то вернулся домой. Чăвашсем, 35. Сыран хĕррине, меллĕрех çĕре, çĕре виттĕрех алтса тухаççĕ те, ун виттĕр тухмалла тăваççĕ. Прорывают на краю обрыва, там, где поудобнее, землю насквозь (т. е. так, чтобы образовалось нечто а роде ворот) и устраивают проход. О сохр. зд. Вĕсене пĕтерес тесен пĕр-ик пысăк канав алтса ямалла. Чтобы уничтожить их (болота), нужно прорыть одну или две больших канавы. О заступлении. 11. Кайсан-кайсан пĕр çĕре алтса тунă шăтăк патне çитнĕ. Через некоторое время они дошли до подземелья. Кн. для чт. Шăтăкне алтса çитерсен шапине упта пăрахрĕ те, çĕрпе витсе хăварчĕ. Вырыв яму, она бросила туда лягушку и завалила ее землею.

алтăви

(алды̆ви), и q. (то же, что) ал-туййи. Якей. Пĕр аршăн тăршшĕ ал-тони пушшĕ патак. Алтăвипа каçпа яш кĕрĕмсем çӳреççĕ; вăрçма тапратсан пĕр-пĕрне алтăвипа переççĕ, çапаççĕ. Кĕтӳç яланах алтăвипа çӳрет, онпа вăл сорăхсене, сыснасене перет. „Алтăва“ — свист, палка, длиною в аршин и толщиною в руку. С такими палками ходят по вечерам парни, и если случится драка, то они или кадают ими или бьют. Пастух всегда носит при себе такую палку и бросает ею в овец и свиней. Ст. Чек. „Ал-тăви, короткая палка, употребляемая в игре“.

алтăвилле

(алды̆вил’л’э), ludus quidam puerorum, qui sub divo fieri solet hoc modo. Ubi descripta est area, in duas discedunt partes; deinde electis iis, qui in ludendo primum locum obtineant, sortitio fit, utri ludendi initium faciant. His nominatis bacillum ligneum parvum [cuius alterum caput oblique recisum sit?] in media area collocatur, quod a ludente virga aut bacillo longiore ita percutitur, ur, dum subsiliat in altum, iterato ictu procul ab area proiici possit. Numerus quoque praestituitur, quotiens bacillum illud in area positum ultra areae terminos proiici debeat, quern si quis primus expieverit, eius sodales pro victoribus habentur atque adversariorum tergo insidentes per spatium, quod eiusdem bacilli virga ter percussi volatu praemonstratur, triumphantes vehuntur. Игра в чиж. N. Алтăвилле выляни = чиш-палккилле выляни = игра в чиж. Вăл вăйă ак çапла тытăнат. Карта çавăраççĕ алтăвипе (чиш палккипе) шăйăрса. Кам малтан çапмаллине чиш-палккине çӳле ярса пĕлеççĕ: пĕр енĕ пĕр пуçне, тепĕр енĕ тепĕр пуçне йышăнат. Малтан ами çапат. Иккĕн ик енчисен амисем пулаççĕ. Миçене те пусан икĕ енĕ те çитермелле; çитереймесен пĕр енĕ хăйсен çурăмĕсем çинче çĕнтерекенсене исе каят. Çĕнтерекенсем карти патĕнчен тытăнса виçĕ хут çапаççĕ: ста (i. q. ăçта, кăçта), çитет, çĕнтерекенĕсем çавăнта çĕнтернисен çурăмĕсем çине лараççĕ. Çĕнтернисем вара карта патне çитирен йăтса каяççĕ. Игра начинается так. Проводят палкою, которою бьют по чижу, кон, и определяют, кому бить, бросив вверх, вместо жребия, эту палку, при чем одна партия берет себе один, а другая — другой конец палки. Снача бьет матка. У обеих партий бывает по матке. Каждая сторона должна пробить известное число раз; если одна из сторон успеет сделать это, а другая от нея отстанет („не доведет“ до этого числа), то она должна нести своих противников на спине. Победители бьют три раза, стоя у кона, и, куда долетит чиж, там они и садятся иа спины побежденных. Тогда побежденные несут их до (самого) кона.

алтчăра

(Альш., Изамб. Т. , СТИК. алζ’ы̆ра, ubi л durum est: apud eeteros muitos, ал’ζ’ы̆ра, ал’џ̌ы̆ра), praestringi, turbidum fieri (de acie ocufurum dicitur), ослепляться (ярким светом, яркими красками), прийти в такое состояние, когда все рябат, и когда перестаешь асно различать предметы; мутнеть (о глазах). Ст. Чек. Куç алчăрат (ал’ζ’ы̆рат) = куç саланат (нимĕне те ретлĕ курмас), т. е. глаза разбегаются и ничего не могут разглядеть. СТИК. Ку тавар çине пăхсан куç алчăрат. Если смотреть на эту материю, то глаза разбегаются и не могут сразу рельефно видеть предметы. Ib. Куç алчăраса кайнă. Глаза разбежались. Альш. Аякри япалана пăхрăм-пăхрăм та, куç алчăраса кайрĕ. Я долго смотрел на отдаленный предмет, и у меня зарябило в глазах (стало трудно смотреть). Изамб. Т. Пĕр-пĕр япала çине тилмĕрсе пăхсассăн куç алчăраса каят. Если пристально смотреть на что-либо, то начинает рябать в глазах. Баранов. 55. Тарасăн куçĕ-пуçĕ алчăраса вăл минкĕресе кайнă. У Тараса помутилось в глазах, и он обеспамятел. Ал. цвет. 9. Çакăн пек тĕлĕнмелле япаласенчен хуçан куçĕ алчăрасах кайнă. От таких диковинок у купца в глазах зарябило. Н. Карм. Куç алчăрарĕ: хĕвел çине нумай пăхма хал çук, куç алчăраса каять. В глазах зарябило: нельзя долго смотреть на солнце, так как свет его ослепителен для глаз. || О сохр. зд. Вĕсем салхуланаççĕ, тĕлерсе пуçне усса тăракан пулаççĕ, куçĕ-пуçĕ алчăраса каять. Они (животные) становятся скучными и сонными, опускают голову книзу, глаза у них делаются мутными и теряют всякое выражение.

алхас

(алhас), ludere, lascivire; ridere; insolenter, intemperanter se gerere, шалить, озорничать; смеяться; вести себя вольно, непристойно, предосудительно. Сред. Юм. Мĕн алхасса çӳретĕр эсир? Ларăр пĕр вырнта (i. q. вырăнта). Что вы шалите? Сидите на месте! (Говорят маленышм детям)! Букв. Вут-кăварпала алхасма хушман. Играть огнем не велено. N. Вутпа ан алхас. Не шали с огнем. Янтик. Ну, алхасса çӳрет! — говорят о том, кто шумит и ведет себя неприлично. N. Çавăнпа ĕçкĕре хăмлапа ӳсĕрĕлсе алхасни пит çылăх: вăл пурте усал ĕçĕ, теççĕ. Поэтому, говорят, очень грешно вести себя шумно и неприлично на пирушках, упившись хмельным, так как все это дело рук дьявола. Янш.-Норв. Ц. Çапла вĕсем çĕрлечченех шывпа алхасса çӳреççĕ. Так ходят они (дети), обливая друг друга (букв. „шаля“) водой, до самой ночи (во время „çăмăр чӳкĕ“). || Чăвйпур. 19. Ашшĕ вилсен вара вăл тата пушшех алхаснă (в др. говорах: алхаса пуçланă). Когда отец умер, он стал вести себя еще хуже. Череп. Вăл алхасса кайнă. Он окончательно избаловался (о взрослом). Ст. Чек. Леш кас арăмĕсем çĕр-хута алхасса çӳреççĕ. Бабы из того околотка шуруют (шумят, ведут себя вольно, непристойно) всю ночь. Орау. Е-е, алхаснă! Ку ача-пăча ним курнасса пĕлмеçт! у-у, озорник! Этим детям все нипочем (все трынь-трава)! Орау. Ачи çурални икĕ уйăх та çук, пĕтĕмпе хитреленсе кайса алхасакан та пулнă! Ребенку-то еще и двух месяцев нет, а уж какой славный стал, и смеяться начал! Сред. Юм. Пит колкаласа, чõпкаласа çӳрекен çынна: „алхаснă“, теççĕ. О человеке, который все посмеивается, улыбается и бегает, говорят: „Какой он озорник!“ [В Череп. — „Пришел в полов. возбужд.“]. Ст. Чек. Ай-ай ку ача сирĕн алхаснă! Ах, какой у вас шалун этот мальчик! Ib. Алхасат. Приходит в половое возбуждение. || Translate de incendiis saepius prorumpentibus dicitur. Переносно — о частых пожарах. Альш. Вут-кăвар ытла алхаса пуçласан... Когда слишком учащались пожары... || Praeterea de coitu. Также о половом акте. Череп. Алхасаççĕ. Coeunt. Ib. Йытăсем ( Ст. Чек. йăтăсем) çĕр-хута алхасса (i. q. кусса) çӳрерĕç. Собаки бегались всю ночь. || Item de ira. Л. Кошки. Темĕне сисрĕ, алхасса карĕ саççим! Не знаю к чему только („не знаю, что он почуял“; т. е. не знаю, что предзнаменует его гнев; может быть, он предвещает что-нибудь недоброе), уж очень разошелся (разсердился, разгневался). [Так говорит чувашка о муже]. || Itinere deerrare, „плутать“. V. S.

ама

(ама), femina animalium, самка. Ама сысна sive (или) сысна ами, porca, scropha, свинья самка; ама кушак, feles femina, кошка самка; ама йытă sive йытă ами (jыдами), canis femina, сука; ама кашкăр (кашкăр ами), lupa, волчица; ама тăрна, grus femina, журавлиха; ама çĕлен, anguis femina, самка змеиная. Йăпăлти пăру ик ама ĕмет, теççĕ ваттисем. Ласковое теля двух маток сосет. (Послов.). Т IV. Ама йыттăн малтанхи çурине ӳстерсен аслă ачана йăвăр пулат, теççĕ. Говорят, что если выкормишь щенка первого помета, то будет тяжело старшему ребенку (в семье). || Praeterea significat matrem. Также означает мать. V. анне. Ст. Чек. Ама сĕтĕне кĕменни вăкăр сĕтĕпе (i. q. сĕчĕпе) кĕрес çук. Вар. Ама сĕтпе кĕменне вăкăр сĕтĕпе кĕрес çук. То, чего не воспринял (вар. „в кого не вошло“) с молоком матери, не воспримешь и с бычачьим молоком. (Послов.). [араб сăмахĕсем] Сред. Юм. Ама пĕр те, аçа ăрасна. Мать одна, но разные отцы. Икĕ аманăн пилĕкшер ача, хăйсем пурте пĕр ятлă. У двух маток по пятеро детей, и всем одно имя. (Загадка: пальцы). Пĕр амаран çуралнă тăван, единоутробный (брат или сестра). ЧП. Çипер ача, сар ача сайра амаран çуралать. От редкой матери родятся красивые русые парни. Альш. † Пирĕн пек чипер ачасем сайра амаран çуралать. От редкой матери родятся такие красавцы, как мы. С. Мок. † Сирĕн пек, пирĕн пек ачасам сайра-пĕр амара (не амаран) çуралать. У редкой матери родятся такие красавцы, как вы и мы. || Санăн аму, сирĕн аму (надо бы: амăр), твоя мать, ваша мать, где во втором случае мы имсем дело с позднейшим явлением в языке. Срав. Истор. Ачамсем, эсир пурсăр та пĕр-тăван, аçăр та пĕр, амăр та пĕр. Дети мои, вы все друг другу кровные родные: у вас один отец и одна мать. Крат. раз. 19. Вениамин вăл Иосифпа пĕр амаран çуралнă. Вениамин и Иосиф были от одной матери. Чăвашсем. Тата амаран пĕр ыйăл ака пуçĕ тытса пырат. Кроме того, единственный сын матери правит плугом. V. Амăшĕ. || Rex apum. Пчелиная матка. || Praeterea numen quoddam significat, quod omnium rerum mater esse creditur. Также название богини, которая считается матерью всего мара. СПВВ. ИА. Ами. — Эй пĕтĕм тĕнчене çуратнă ама (ама)! Санран пулни пурте усăллă, пурте аван, çавăнпа сана эпир яланах тивĕçлипе чӳклетпĕр“. Мать. — „О мать, сотворившая всю вселенную! Все, что от тебя произошло, полезно и хорошо; поэтому мы всегда по должному приносим тебе жертвы. V. Магн., 62. Ами — самая старшая мать, Ib. 85. Ама (назв. божества Н. А. ). || Princeps lusorum. Матка (в игре). || Pars aratri. Часть плуга. V. ака. Eodem vocabulo etiam alia inanimata significantur, sicuti infra pluribus exemplis demonstrabimus. Иногда употребляется и о других предметах неодушевленных, что будет видно из примеров, приведенных ниже. V. ыраш амăшĕ.

ама-аçа

(ама-аз’а), parentes, отец и мать. Санпа пĕр амаран-аçаран çуралнă шăллу. Твой младший брат, родившийся от одних с тобою родителей. V. аçа-ама.

ама-çурри

(ама с̚’уϱϱиы), i. q. (то же, что) ама-çури. Асан.? Мĕн манăн пурăнăç? — кунĕн-çĕрĕн ама-çурри çиет те... Что у меня за жизнь? — и день и ночь мачеха (поедом) ест. Байгеева. Ама-çурри анне манăн пит лайăхах марччĕ. Вăл мана пĕр кашт айăп пулсанах е çаптаратьчĕ е çӳçрен тӳртатьчĕ. Мачеха у меня была не очень хорошая; за малейшую вину она меня или порола или драла за волосы. Альш. Вĕсен ашшĕ тăван пулать, тет, амăшĕ тăван мар, тет, ама-çурри пулать, тет. Отец у них был родной, а мать не родная. Сред. Юм. Аму та ама-çõрри вит санн (санн). Ведь у тебя и мать-то не родная, а мачеха. Сиктер. Хай хĕрпе ама-çурри пурăнма пуçлаççĕ, тет. Стали это жить мачеха с падчерицей. Альш. Ку ама-çурри питĕ кураймас, тет, ку ама-çурри хĕрĕпе ама-çурри ывăлне (ывы̆л’н’э). Эта мачеха от души ненавидела эту свою падчерицу и этого пасынка. Ib. Сирĕн ама-çурри ывăл пур. У вас есть пасынок, т. е. сын от покойной жены твоего мужа. Ib. Череп. Ама çуррин хĕрĕ, filia novercae, дочь мачехи (манăн ама-çуррин хĕрĕ, санăн ама-çуррин хĕрĕ, унăн ама-çуррин хĕрĕ). Череп. || Item nom. plantae, tussilago. Также назв. растения мать-и-мачеха. V. Ама курăкĕ. Ст. Чек. Ама-çурри = ама курăкĕ.

амаклан

(амаклан), morbo affici, qui амак appellatur. Vox maledicentis. Соб. быть поражену болезнью „амак“; употр. в бранных выражениях. Цив. Амакланашши! Череп. Амакланашшĕ! Чтобы тебе попритчилось! (т. е., по толкованвю Череп., чтобы ты обезножел). Trans. idem est q. nubilum fieri. В перен. смысле — хмуриться (о погоде). Якей. Çанталăк амакланса карĕ, h. e. ир çинче уяр çанталăк, кăнтăрлапа кăвак пĕлĕтре шор пĕлĕтсем, хора çăмăр пĕлĕтсем юха пуçларĕç, çил тохрĕ. Амакланса çанталăк пĕр эрне тăма полтарать пĕр çăмăр çумасăр. Погода стала хмурою. Утром было ясно, но в полдень на небе показались белые облака, появились тучи и подул ветер. Хмурая погода может простоять целую неделю, при чем может не выпасть ни капли дождя. V. иелен.

амалан

(амалан), augeri, crescere, invalescere, adolescere(?), exardescere, умножаться, возрастать, крепнуть, подрастат(?), разгораться. Тюрлема. Торă парсассăн пĕр пуçран амаланса каять. Если бог дает, то их (пчел) разведется много от одного пенька (т. е. улья). Сред. Юм. Вăт (i. q. вут) çине шыв нăмай (i. q. нумай) сапрăм та: „Сӳнчĕ пол,“, тесе кайрăм; тепĕр пырап — каллах амаланса чутă õлăма ярса илмен. Я залил огонь водою и ушел, думая что он погас; прахожу опять, а он снова разгорелся и едва не перекинулся на солому. Альш. Хурчăка-хĕрен тивесрен сыхлаççĕ вĕсене аранçĕ амаланса (apud alios: аталанса, quod hie auoque leg. esse videtur) çатиччен. Пока они (гусята и утята) не подрастут, их охраняют от ястребов и коршунов. Юркин. Хай сӳннĕ тесе пĕлнĕ юман кăмпийĕ çĕнĕрен амаланса кайса çуна пуçлат. Дубовый трут, о котором он думал, что он погас, разгорелся снова. Л. Кошки. Сӳнтерсеттĕм кăмакана, хăй тĕллĕн амаланса кайнă. Я было погасила огонь в печи, но он (опять) разгорелся. Сирах. 52. Вут хĕлхемĕ вĕрсессĕн амаланса каять, сурсассăн сӳнсе ларать. Если подуешь на искру, она разгорится, а если плюнешь на нее, угаснет.

ампар тырри

(т̚ыϱϱиы), i. q. мăкаçей тырри (v. hanc v.), frumentum publicum, общсетвенный хлеб. Орау. Ампар тыррипе пурнатпăр ак, пĕр ик-виç çул, тыр пулманнипе. Вследствне неурожая мы уже вот года три, как кормимся общественным хлебом.

анла

(анла), verbum textorum: pannum ex lana confectum quodam modo extendere, ut latior fiat., растягивать домашнее сукно, чтобы сделать его шире. Б. Олг. Ыран тăла посма тапратаччĕ. Хайхи арăм лаççа вот чĕртет, хорампала шу çакат (пĕр олт-çипĕ витре кĕрекен хорампа), каран тапратаччĕ, тăраччĕ пилĕкĕн-олттăн кисĕппипе, тăрăс-тăрăс-тăрăс! тӳсе тăраччĕ, килĕ йĕри-тара тăрса. Каран вара, тӳсессĕн, вăл типет. Онтан тохсассăн тата анлаччĕ: чĕрес çинче анлат, сăптăрат ик енне тăршшăпах. Анласа пĕтерет, каран тата поçтарса çыхат кантăрапа, хораншне кайса ярат, вĕретет. Каран тата исе килет, тата тӳечче çапла, пилĕк-олттă анлаччĕ çапла. Завтра начнут валять сукно. Названная выше женщина зажигает в лачуге огонь и вешает на огонь воду в котле, в который входит 6 или 7 ведер. После этого пятеро или шестеро встанут вокруг ступы и начинают толочь сукно вестами. После толчения оно сохнет, а потом его растягивают на черясе (кадке из липового ствола), разглаживая по всей длине в ту и другую сторону. Кончив эту работу, она собирает сукно, связывает его веревкой и кипятит в котле. Потом принесет опять, и опять толкут, и так раз до шести. Ст. Чек. Тăлана тӳсессĕн-тӳсессĕн тĕвекенсем тăла хĕрринчен аллисемпе хире-хирĕç тытса тухаççĕ те, харăс-харăс туртаççĕ; тăлана çапла сарлакалатасшăн туртаççĕ, урăхла каласан — анлаççĕ. После толчения сукна несколько человек берут его руками за края, встав друг против друга, и несколько раз дергают его все враз; это делают длятого, чтобы сукно сделать шире, иначе говоря расширяют его. То же слово и в Череп.

ан

(ан), descenders. Ds quolibet motu dicitur deorsum directo. Глагол, имеющий очень обширное значение и употребляющийся для означения всякого движения, направленного сверху вниз. По-рус. передается словами: спускаться, опускаться, сходить, слезать, съезжать, падать и т. п. Якей. Воç çанти çирмая анса шу ĕç. Сойди вон в тот овраг и напейся. Ib. Кошак кăмака (ă почта не слышится) çинчен анса тӳшек хыçне выртрĕ. Кошка слезла с печи и легла за периной. Ib. Çирмая аннă-анман пире чолпа пеме тапратрĕç. Не успели мы спуститься в овраг, как в нас стали кидать камнями. Ст. Чек. Анатсăн ан. Спустись (сойди, слезь), если хочешь. Альш. Сĕвен ку енни ялан та сĕвеккĕн анать. Ку енче Сĕвенелле унта-кунта çырмасем анаканнисем пур. Эта сторона Свияги всюду представляет покатость. На этой стороне, там и сям, в нее стекают речки. Завражная. Чăхсем кашта çинчен анчĕç. Куры слетели с насеста. Ib. Аптратса çитерчĕ, анма та пĕлмеçт. (Ita mulier queritur de viro suo nimis libidinoso). Ib. Сысна аçи пĕр хăпарсан анма та пĕлмеçт. Verres ubi semel ascendit ad descendendum tardissimus est. Сокращ. букв. 1908. Хурсем шыва аннă. Гуси сошли на воду. ЧП. Чупрăм та антăм эп аната. Я побежал и сбежал в низменность или: в нижний конец деревни (вообще в место, лежащее ниже того места, где был). Якей. Çирмаялла виçĕ ача анса карĕç. В овраг спустились трое малышей (или: парней). || Ire in loca inferiora. Также употребляется вообще вм. глагола итти, когда говорится о ком либо, идущем в более низкое место, нежели то, где он был. СТИК. Таркăнсем каçпа яла анса çăкăр илеççĕ, тет. Говорят, что беглые приходят вечером в деревню за хлебом. Ib. Кĕçĕр кашкăр аннă яла. Вечор в деревню приходил волк. Эти фразы относятся к селению, расположенному в ложбине речки, по обеим сторонам которой поднимаются отлогие холмы. Изамб. Т. Çынсем кăнтăрлана ана пуçласан ку лашине тăварчĕ те урапине кӳлсе киле ялсе тавăрăччĕ. Когда другие стали уходить домой полдничать, он выпряг лошадь, запряг ее в телегу и уехал домой. Ib. Тырă вырнă чухне кăнтăрлана чей ĕçме киле анаççĕ. Во время жнитва уходят в полдень домой, пить чай. || Также говорят: „пасара ан“ (aliquo ad mercatum ire), пойти на базар, поехать на базар. Якей. Эс килес пасара ан, вара мана çăмарта хакне калăн. Ты приходи (или: приезжай) на следующий базар, и тогда скажешь мне, почем продаются яйца. Абаш. Паян мăн-акка та пасара аннăччĕ. Сегодня и тетка (старш. сестра матери) ходила на базар. || Praeterea de feminis dicitur, quae ad fiumen descendunt lintea lavandi causa. Также говорится о женщинах, которые идут на речку мыть белье и пр. Ст. Чек. Пĕр арăм çырмана кĕпе çума аннă, тет. Одна женщина пришла на речку мыть белье. Срав. Ст. Чек. Шыв арманне антăм. Я ходил на водяную мельницу (или: пришел на мельницу). || Descendere de arbore, de vehiculo, ex equo. О слезании с дерева и пр. Пизип-Сорм. Ларсан-ларсан каç пулчĕ. Каç пулсан, чилай тăхтасан, çĕрле пулсан манăн пата çăка хăвăлне темĕскер анать çĕмĕрттерсе. Анса çите пуçласан эпĕ ала (алла?) тăсса пăхрăм та, манăн ала (алла?) кĕчĕ-карĕ темĕскер хӳри. Долго я сидел, наконец наступил вечер. Когда прошло довольно много времени и наступила ночь, ко мне, в дупло липы, стал кто-то („что-то“) слезать, производя сильный шум. Когда он уже был близко от меня, я протянул руку, и в моих руках очутился чей-то хвост. Яргейк. Вут эпĕ мĕнле асап куратăп! Чĕрнели аннă пулсассйн тата пĕтеретчĕç мана, тесе каларĕ, тет. Вот я как страдаю! Если бы слез тот, который с когтями, то они изуродовали бы меня еще больше, сказал он. Панклеи. Хĕр кӳме çинчен анчĕ те кальлях кĕрсе карĕ. Девушка вылезла из кибитки и опять вошла. Альш. Эпĕ урапа çинчен антăм. Я слез с телеги. Орау. Ан часрах лашу çинчен. Слезай скорее с лошади. || Secundo flumine proficisci aut eum locum versus iter facere, ubi in mare aiiudve fiumen se effundit. Также спускаться вниз по реке или из стран, лежащих в верховье реки, к ее низовью. Юрк. Чул-хуларан çав пырса çитнĕ кунех вутлă кимĕ çине ларса Шупашкар хулине антăм. В самый день приезда в Нижний я сел на пароход и уехал в Чебоксары. Истор. Днепрпа анса Древлянсене хăйне пăхăнтарнă. Спустился вниз по Днепру и покорил древлян. Собран. З20°. Питĕрпуртан аннă пикесен пушмакĕсем çӳлĕ кĕлелĕ. У барынь, приехавших из Петербурга, башмаки с высокими подборами (каблуками). Ст. Чек. Çырма тăрăх ут çулма антăм. Я спустился по оврагу, чтобы косить сено. || In altum descendere, mergi, submergi, hauriri (palude). Также сваливаться, проваливаться, увязать. Абыз. Темскер çĕмĕрĕлсе анса кайнă, пĕтĕм çĕр чĕтресе кайнă. Что-то провалилось с грохотом, так что задрожала вся земля. Алекс. Нев. Пăр çурăла-çурăла анса темĕн чухлĕ çын шыва кайса вилнĕ. Во многих местах провалился лед, и множество людей перетонуло. Бол. Ильш. Чупса пынă чухне шăтăка анса кая пачĕ, тет. Когда он бежал, то вдруг провалился в яму. N. Çак халăхсем саланса пĕтиччен эпĕ чăтса тăраймарăм, хурама хăвăлне анса кая патăм. Я не смог продержаться (вися в дупле) до тех пор, пока этот народ разошелся, и слетел (т. е. провалился) в дупло вяза. Торай. Пĕр ĕне лачакана анса кайнă. Одна корова утонула (погрузилась совсем) в топком месте. Ст. Чек. Шурă япала таçта ăнса кĕчĕ. Белый предмет куда-то провалился. || Delabi (in arvum). V. пут. Также о пище, воспринимаемой желудком. Альш. Апат çинĕ-çемĕн анать. Чем больше ешь, тем сильнее разыгрывается аппетит. L’ appetite vient en mangeant. (Послов). || Occidere (de sole). Также заходить, закатываться (о солнце). Изамб. Т. Ул пирĕн патăртан хĕвел аннă чухне тухса кайрĕ. Он вышел от нас на закате солнца. ЧС. Каç пуларахпа, хĕвел анас чух. Çумăр пĕлчĕсем тухкала пуçларĕç. К вечеру, около заката солнца, стали кое-где показываться дождевые облака. || In aenigmate quodam de lunae radiis dictum invenio, pro eo, quod est fundi. Также падать (о свете месяца). Шаймурз. З97°. Чӳречерен йăс кĕвентепе чышаççĕ. (Уйăх çути анни). В окошко тычут латунным коромыслом. (Загадка: падение лунных лучей). || Defluere, delabi, decurrere, effundi (de aqua dicitur, de lacrimis, de lacte ex uberibus manante). Также стекать (о воде, слезах, молоке кормилицы и пр.). Образцы, 61. † Хапхăр умне аннă юхăм шыв, хăмăш касса кĕпер хывас çук. Текучая вода залила все место перед вашими воротами, так что нельзя намостить моста, нарезав тростника. Сельск. хоз. р. II. Шыв çӳлтен аннă чух унăн çаранне пырса çапăнать. Когда вода стекает сверху, то ударяется в его луга. Альш. Хурăнварта типĕ çырма: çур-кунне-кăна хиртен шыв анать, çула шыв çук унта. В Березовом Долу сухой овраг: только весною стекает туда с полей вода, а летом там бывает сухо. Изамб. Т. 40°. Çапла каласан ку туй ачин икĕ куçĕнчен кус-çӳлĕ анчĕ. Когда он это сказал, этот парень, сопровождавший свадебный поезд, заплакал. Календ. 04. Сăмсаран анмасть-и? Нет ли у нее (у лошади) течи из носа? Череп. Ман темĕскер сĕт анмас (lac me deficit), ача выçă пулĕ. У меня что-то нет (в грудях) молока; ребенок, наверно, голоден. || Extra ripas diffluere, разлиться (о реке). Орау. Атăл шывĕ аннă. Rha flumen alveum excessit. Волга разлилась. Ib. Упнер шывĕ аннă, тет. Кушлавăша çул картланчĕ ĕнтĕ. Речка Упнер, говорят, разлилась: дороги в Кошлоуши уже нет. || Advolare (de hirundinibus dicitur, quae redeunte vere de caelo descendere putantur). Также прилетать, о ласточках, которыя, по мнению чуваш некоторых местностей, слетают весною с неба. N. Якури таврашĕнче чĕкеçсем анаççĕ. Около Егорьева дня прилетают ласточки. Ib. Чĕкеçсем анман-ха, ăшăтма тивĕç мар. Не должно быть теплу, так вак ласточки еще не прилетели. Можар. Якурирен малтан чĕкеç ансан (Череп. килсен) çу сивĕ килет, кайран ансан ăшă килет. Если ласточки прилетят раньше Егорья, то лето будет холодное, а если после, то — теплое. Однако скажут: куккук килнĕ, прилетели кукушки, хура-курак килнĕ, прилетели грачи, и пр. || Praeterea notandae sunt quaedam figurae verborum singulares. Также в некоторых чувашизмах. Якей. Ут орине сĕлĕ аннă. Ст. Чек. Лаша урине сĕлĕ аннă. Лошадь обезножела оттого, что ее разгоряченную накормили овсом. Avena intempestive data pedes equi corrupit. Изамб. Т. Лашан урине шыв ансан шывра тăратаççĕ. Если случится опоить лошадь, то (лечат ее тем, что) заставляют стоять в воде. (Si intempestive data potio equi pedes corruperit....). Чув-прим. о пог. 168. Каçпа ăшă ансассăн (si vespere tepidior fuerit aer) çăмăр пулать. Если вечером станет тепло, будет дождь. Завражная. Тин ăшă анчĕ. Лишь тогда (или: лишь сейчас) стало тепло (в избе). Ст. Чек. Кĕтӳ анчĕ. Стадо согнали в деревню. Grex domum rediit. Собран. З12. Анати, тăвати, вăй (scr. вăи) пĕтети килети. (Хутăр хутăрни). [Вероятно надо читать так: „Анать-и, тăвать-и; вăйă пĕтет-и, килет-и“. То спускается, то что (т. е. то поднимается); а когда игра кончится, приходит (домой). Загадка: мотание пряжи.].

анатри чăваш

(ч̚’ы̆ваш) ita appellantur Tschuvachi infernates, quorum regio inferius sita est, quam eorum, qui vocantur вир-ял, вире-ял (v. hanc v.). Низовые чуваши. См. вир-ял, хирти. Ягудар. Анатри чăвашсем пиртен хĕвел-тохăç енелле порнаççĕ. Низовые чуваши живут от нас на восток.
Петр Ив. Орлов, уроженец с. Орауш, Ядрин. у. Казан. губ., написал мне о различиях между отдельными группами чуваш следующее. „Анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсем тата вир-ялсем (хура урасем). Чăвашсем пирĕн виçĕ пая уйăрăлаççĕ: анатри чăвашсем, хиртисем, вир-ялсем. Вир-ялсем çăвар туллин, хыттăн калаçаççĕ. Вăсенĕн сăмахра сас-палли „у“ сахал. „У“ вырăнне вăсем ялан „о“-па калаçаççĕ: „кулать“ тиес вырăнне „колать“ теççĕ; „пек“ тиес вырăнне „пак“ теççĕ. Тум тумланнă тĕлтен вăсем пушшех, тата ытла паллах, уйрăм тăраççĕ. Вăсем шурă сăхман тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ. Çула тата арçыннисем (хăш-хăш вырăнта) пайтахăшĕ çӳллĕ тӳпеллĕ шĕлепке тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем çула шурă шупăр тăхăнса, урисене хура тăлла сырса çӳреççĕ; хĕлле шурă сăхман тăхăнса çӳреççĕ. Çăпатисем пĕчĕк пуçлă, пуçĕсене чĕрсе тунă çăпатасем пулаççĕ. Ури тунисене темĕн тăршшĕ тăлла чăркаса тукмак ура туса, çăпати кантăрисемпе чăркуççине çитичченех хитрен хĕреслесе чăркаса хăпараççĕ. Пирĕн патрисем вăсене „яка“ теççĕ. Чăнахах та вăсем яка çӳреме юратаççĕ. Çула пулсан вара, пасара тухсан, вир-ял хĕр-арăмĕ çинче пĕр тусан пĕрчи кураймăн: çăпатисенче, çăпати кантăрисенче пĕр сӳсленчĕк кураймăн: шăрçа пек яп-яка, çап-çутă; хăйсем шĕлкемисемпе, сурпан çаккисемпе, тенкĕллĕ мăйисемпе ялтăртаттарса, шанкăртаттарса йăлкăшса анчах çӳреççĕ. Пирĕн анатри (кал енчи) чăвашсем вăсене „Вир-ялăн какрашки арăм пулсан ланчашки,“ теççĕ; çăпати кантăрисем çинчен: „Вир-ялăн çăпати кантăри тăхăр хăлач,“ теççĕ; „вир-ялсем вăсем мухтанчăк, какрашка,“ теççĕ. Арăм пулсан вир-ялсем анатри чăваш арăмĕсем пекех пуçĕсем урлă пĕкĕ пек масмак хурса çӳреççĕ. Сурпанĕсем, ансăрскерсем, мăйра анчах яваланса çӳреççĕ. Хăш чухне масмакки пуçĕ çинчен каялла кайса ӳкет те, пирĕн вара ăна кулса: „Вир-ял арăмин лаши тăварăннă, пĕкки каялла кайса ӳкнĕ,“ теççĕ. Арăм пулса пĕр-икĕ ача тусан вара унăн какрашки-пĕкрешки лăштах тухса ӳкет: çӳçне-пуçне пуçтараймаçт, кĕпи-йĕмне таса тытаймаçть, час-часах кĕпи арки вĕçĕнче ача пăхĕ сап-саррăн курăнса çӳрет; пӳртне-çуртне те çавăн пекех тирпейлĕ тытаймасть — латти пĕтĕмпех пĕтет килĕнче, пĕр пасара анчах çиççĕ тухма пĕлет. Вăсенчен хĕвел тухăçĕ еннелле анатри (малти, мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Вăсем Атăлтан пуçласа Йĕпреçпе Шăхрана çитиччен кăнтăрланалла, вăр-ялсемпе хиртисем хушшинче, тăрăхла-кăна пĕр лаптăк пек çĕре йышăнса пурăнаççĕ. Çав лаптăкăн кăнтăрла енчи пуçĕнче кушлавăшсем те çак анатри чăвашсемпе хисепленеççĕ. Кушлавăш, Уравăш, Хир-пуç, Утар, Рунк чăвашĕсем, хăйсем, хĕр-арăмсем тумланнипе вир-ял та мар, хирти-анатри те мар. Вăсенĕн çывăхнерехри вир-ялсем вăсене кушлавăшсем теççĕ; катари Йетĕрне патĕнчи, Кăрмăш çинчи вир-ялсем вăсене анатри (мал енчи) чăвашсемпе хисеплеççĕ, çывăхарахри хиртисем кăшт урăхларах калаçнăшăн, хĕр-арăмĕсем урăх тĕрлĕрех тумланнăшăн виç-ялсем вырăнне хуçасшăн. Мĕн пур чăваша лайăх тĕплесе йĕрлесен темиçе пая та уйăрма пулать. Вĕт-шакпа чăвашсене темиçе пая уйăриччен эпĕ вăсене, мĕн пурне, виçĕ пая уйăратăп; çавăнпа Кушлавăш чăвашсене анатри чăвашсем çумне кайса хуратăп. Пĕтĕмпех анатри чăвашсем пек пулмасан та, тумланасса та калаçасса та вир-яалсем пек те мар, хиртисем пек те мар, çав анатри чăвашсем пекрех калаçса тумланаççĕ. Арçыннисем хура сăхман е кăвакрах сăхман тăхăнса, урисене шурă тăлла сырса çӳреççĕ; çула пуçĕсене е пĕчĕк çĕлĕк, е карттус тăхăнаççĕ. Çăпатисем вир-ялсен пек шăраçласа тунă вăрăм кантăраллă çăпатасем мар. Хĕр-арăмĕсем е пир тăлла сырса çӳреççĕ, е шурă çăм тăлларан (пасар тăллинчен) тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Кĕписем е чĕрлесе тунă шурă кĕпесем пулаççĕ, е хăйсем хĕрлĕрен, кăвакран тĕртсе тунă пиртен (улачаран) çĕленĕ кĕпесем тăхăнса çӳреççĕ. Юçĕсене тĕрлĕ тĕслĕ вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ. Урисене пир тăлла сырнă пулсан çăпати кантăрисемпе кăшт вир-ял манерлĕрех çӳлелле чĕркесе хăпараççĕ; шурă чăлха тăхăннă пулсан, çав чăлха çинчен тата тепĕр ура пакăлчакĕнчен иртекен хура чăлха пуçĕ тăхăнса, çăпати кантăрине пĕр çĕре чĕркесе, чăлхине антарса ăна атă хуçланчăкĕ пек туса çӳреççĕ. Арăм пулсан пуçне сурпан сырăнса ĕнсе хыçне, мăй таврашне çынна кăтартмасăр çӳреççĕ. Хĕрсем çула туя кайнă чухне пуçне тухья тăхăнаççĕ. Вир-ялсен тухья таврашĕ, сăрка таврашĕ çук. Ĕлĕк çав тухьясене, сăркасене пăраçниксенче (уявсенче) те тăхăннă та, халĕ туя кайнă чухне те пурте тăхăнмаççĕ. Сурпанĕсем те вăсенĕн, масмаккисем те, пуç-йĕпписем те вир-ялсен пек мар: сурпанĕсем вăрăмрах, сарлакарах; масмаккисем сарлака та кĕске, тĕррисем лешсенчен начартарах; пуç-йĕппи те кĕске те, тенкисене вир-ялсенни пекех нуммай çакса тултарман. Вир-ял арăмĕсен хăлхисем, ĕнси хыçĕсем курăнсах çӳреççĕ, пирĕн арăмсен вăсем курăнмаççĕ. Вăсем саланнă пуçĕсемпе хунешшĕсене те тата урăх ют çынсене те курăнсан аван мар теççĕ. Çаплах тата çара уранăн та вăсен куçне курăнмаççĕ. Çав йăлана лайăх тытса тăракан хĕр-арăмсенне упăшкинчен пуçне урăх арçынсем хайсем виличченех вăсен пуçне, урисене куримаççĕ. Арăмсем хăнана-мĕне кайнă чухне пуçĕсене пуçлă туттăр çыхса каяççĕ, ун çинчен кăримĕски çĕлĕк тăхăнаççĕ. Çула пулсан çав пуçлă туттăра е вырăс туттăри анчах çыхаççĕ. Вырăс туттăрине пуç тăррине анчах та çыхаççĕ тата майралла та çыхса çӳреççĕ; пуçлă туттăрне те икĕ тĕрлĕ çыхаççĕ: е тавăрса çыхаççĕ, е çыхса икĕ вĕçне тан туса çурăм çинелле усса яраççĕ. Вир-ялсен пуçлă туттăр çыхмаççĕ, яланах вырăс туттăри çыхса çӳреççĕ е катам пиртен тунă вырăс туттăри пек тăватă кĕтеслĕ шурă туттăр çыхса çӳреççĕ. Вир-ялсем вăсем мĕн пурĕ те Кăрмăш уесĕнче, Чикме уесĕнче, Шупашкар уесĕнче, Петерне уесĕнче анчах пурăнаççĕ. Шупашкарпа Етĕрне уесĕнче те пĕтĕмпех вир-ял мар. Шупашкар уесĕнче вăсем хĕвеланăç енчи чиккинелле анчах пурăнаççĕ. Ытти (урăх) çĕрте анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Вир-ялсемпе анатри (малти) чăвашсен чикки акă çаплă: Анаш тиекен чикӳллĕ ялтан хĕвел анăçнелле, Шăхчасем-мĕнсем еннелле, вир-ялсем пурăнаççĕ, вăсенчен малалла анатри (мал енчи) чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Иккассисене хĕвел-анăçнелле хăварса Шупашкар уесĕпе Çĕрпӳ уесĕ тата Етĕрне уесĕ чиккисем пĕр çĕре пулнă çĕрелле пырсан, хĕллехи хĕвел-анăçнелле (сылтăмалла) вир-ялсем юлаççĕ, çулахи хĕвел тухăçнелле анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Унтан Патĕр-ялне (Богатырева) çитсен вăл ялта вир-ялсемпе анатри чăвашсем хутăшах пурăнаççĕ. Вăл ялтан вăсен чикки Пысăк Çавал урлă каçса Супарпа кайса Çĕрпӳпе Етĕрне чиккипе Çарпуçпе çитичченех: сылтăм енче вир-ялсем пурăнаççĕ, сулахай енче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Çарпуçĕнче анатри чăвашсем пурăнаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа вăсен чикки Етĕрне уесĕ çинерехрен икĕ уес чикки хĕррипе пырать: Кипекпе Туçи-Çармăса сылтăма хăварса, Етерне уесĕнче тăракан Сĕрелсене сулахая хăварса, Мăн Санар урлă каçса, Пĕчĕк Санара çитиччен сылтăмра вир-ял пулаççĕ, сулахайра анатрисем пулаççĕ. Çĕрпелĕнче анчах анатри чăвашсем вир-ялсемпе çывăх тăнипе халĕ ĕнтĕ пĕтĕмпех вир-ялсем пек тумлана пуçларĕç. Унтан малалла вĕсенен чикки Хир-пуçĕнчен Пĕчĕк Санар тăрăх Санар пуç патнелле хăпарса, Вăта-Çуна çырмипе рашча виттĕр тухса, Упнер урлă каçса, Сăр вăрман сăмсине тăрăнать. Çапла пынă чухне сылтăма юлакан ялсем: Çармăссем (Хурăнсур), Санар пуçĕ, Елменсем, Иртеменкассисем, Çĕн-ял-Хапăç, Кив-ял-Хапăссем, Упнер-Ханăссем пурте вир-ялсем пулаççĕ. Чарпуçĕнчен пуçласа Етĕрне уесĕнчи сулахай енне юлакан чăвашсем, Уравăшпа Хир-пуç. Утарва Рунк тата мĕн пур Кушлавăш анатри чăвашсем çумăнче тăраççĕ. Çав Етĕрне уесин пĕр кĕтессинчи анатри чăвашсем çумăнче тăракан чăвашсем анатри чăвашсенчен кăшт урăхларах тата. Калаçассине те пĕр пекех калаçаççĕ, анчах хĕр-арăмĕсем урăхларах тумланаççĕ — çавăнтан кăшт уйрăмми пур. Чăн анатри (пайăрах анатри) чăвашсем сурпанпа пĕтĕм пуçне чĕркесе пĕр çуç пĕрки те катартмаççĕ, Кушлавашсем, Уравăш таврашсем, Сĕрелсем, Чарпуç таврашсем пуçне сурпанпа хыçалтан икĕ тăнлава çитиччен явалаççĕ те унтан çиелтен пуç-йĕппипе пустарса, йĕпписемпе масмака икĕ енчен чиксе хурса хытарса хураççĕ, çавăнпа сурпанĕ хыçалтан вир-ялсен пек ĕнсе çине кайса лармаçть. Çаван пек чăвашсем çав ялсем анчах мар; тата Çĕрпӳ уесин Ачча (Ачакасы) прихутĕнчи чăвашсем те пуçĕсене çав Кушлавăш, Уравăш, Сĕрел, Чарпуç чăвашĕсем пекек сырăнаççĕ. Ытти тум тумланас тĕлтен лешсем те кусем те пĕрехрехех, ытла пайăрах пĕр-пĕрне уйăрса тăракан япала çук; арçыннисем те хĕлле те çула та пĕр пекрехех тумланаççĕ. Анатри чăвашсенчен чукун çул урлă лерелле вара хирти чăвашсем пуçланса каяççĕ. Хиртисем тесе Чĕмпĕр кĕпĕрнинче, Тетĕш уесĕнчĕ, Çĕрпӳ уесĕнче пурăнакансене калаççĕ. Хирти Тăвашсем анатри чăвашсенчен тумтир тĕлĕшĕнчен те калаçна тĕлĕшĕнтен те уйрăлаççĕ. Хиртисен арçынĕ-хĕр-арăмĕпех шурă çăм тăлларан тунă чăлха тăхăнса çӳреççĕ. Арçыннисем шурă кĕпе-йĕм пĕртте тăхăнмаççĕ: пурте хăйсен хĕр арăмĕсем тĕртсе тунă е кăвак улача е хĕрлĕ улача тăхăнса çӳреççĕ. Хĕр-арăмĕсем пуçĕсене малти чăвашсем пек, пĕр çӳç пĕрчи кăтартмичченех, сурпан сырăнаççĕ те, анчах кĕпи-йĕмĕсем шурă мар. Каллех сурпанĕсем те анатри (малти) чăваш арăмĕсем пек мар, урăхларах, сарлакарах; сурпан, пуçĕсем тата хитререх пулаççĕ. Кĕписене, хăйсен улачисенчен тутар арăмĕсен кĕпи евĕрлĕрех, вырăссен сараппанĕсем евĕрлĕрех кĕпесем çĕлесе тăхăнаççĕ; аркисене, кĕпи умĕсене вăсем тутарсен пек темĕн тĕрлĕ пусмапа (пасар таварĕпе) тытса эрешлесе пĕтереççĕ. Пуçĕсене пуçлă туттăр çыхмаççĕ, пурте вырăс туттăрине майралла анчах çыхса çӳреççĕ. Çиялтан тăхăнакан тумтирсем анатрн чăвашсеннипе пĕрех: уйрăм-уççи çук. Тата хирти чăваш арăмĕсем анатри чăвашсемпе вир-ялсенчен акă мĕнпе уйăрăлаççĕ: хиртисен хĕр-арăмĕсем мĕн пур чăвашсем (арçынсем) тăхăнса çӳрекен йĕмех тăхăнса çӳреççĕ, вир-ялсен хĕр арăмĕсемпе анатри чăваш хĕр-арăмĕсем тăватă кантăраллă шурă йĕм тăхăнса çӳреççĕ. Вăл йĕм питĕ шалпар та, унтан кулса ăна пĕлекен хиртисем: „Вăсем кĕрептук тăхăнса çӳреççĕ,“ теççĕ. Икĕ малти кантăрисемпе хире-хирĕç каялла çыхса хураççĕ, икĕ хыçалти кантăрисемпе малтан çыхса хураççĕ. Тула тухас пулсан кайри кантăрисене анчах салтса тула тухаççĕ. Вир-ялсем анатри чăвашсемпе хиртисем çинчен, кулса: „Вăсенĕн урисене пушă аврипе çапсанах хуçăлмалла,“ теççĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи (хирти) чăвашсем вир-ялсене „хура урасем“ теççĕ; тата Пăва уесĕнчисем хăшĕ-хăшĕ „виртисем, виреллисем“, теççĕ. Уфа (Йĕпхӳ) кĕпĕрнинчи, Самар кĕпĕрнинчи нуммайĕшĕ анатри чăвашсем патĕнчен куçса кайнă та, халĕ вăсем хирти чăвашсем пек калаçаççĕ. Кĕпи-йĕмĕсем хиртисенчен те урăхларах пулса вырăссен манерлĕ пулса кайнă. Вăл кĕпĕрнесенче чăвашсем пуррине ĕлĕкрех кунти чăвашсем пĕлмен те. Калаçнă тĕлтен те тата анатри (малти, мал енчи) чăвашсемпе хирти чăвашсен хушши уйрăмми пур: анатри чăвашсем „хăпар“ теççĕ, хиртисем „улăх“ теççĕ; анатрисем хиртисене: „вăсем çыпăçтарса калаçаççĕ,“ теççĕ, хиртисем анатрисене — „вăсем чĕлхе вĕççĕн калаçаççĕ: пулат темеççĕ, пулать, каять тесе калаçаççĕ“ теççĕ. Хиртисемпе анатри (малти, мал енчи) чăвашсенĕн чикки Йĕпреçрен (Ибреси) пуçласа Тĕрлемесе (Тюрлема) çитиччен чукун çул тăрăх пырать (приблизительно). Чукун çулăн сулахай енче анатри чăвашсем пулаççĕ, сылтăм енче хиртисем пурăнаççĕ. [Дальше пишет по-русски]. Такое разделение чуваш на анатри, хирти, и вир-ял имеют чуваши Ядринского, Чебоксарского и отчасти Цивильского уездов. Некоторые интеллигенты-чуваши, особенно чуваши Буинского уезда, такое разделение представляют иначе. Последние делят их на вăрмантисем, виреллисем и хиртисем, но при этом они не руководствуются строго наречием и разделением их по одеянию, которое относительно женщин дает повод строго разделять их на три группы, по вышеописанным приблизительным границам. При таком разделении чуваш не принимаются во внимание чуваши Самарской, Саратовской, Оренбургской, Уфимской, Тобольской и Томской гурерний.“ Перевод. Чуваши низовые, степные и вир-ял (верховые). Наши чуваши разделяются на три группы: на визовых, степных и вир-ял (верховых). Вир-ял говорят грубо, во весь рот. В словах они звук у употребляют мало, вместо звука у говорят на о; напр., вместо кулатьколать, а вместо пекпак. Что касается одежды, то они еще больше отличаются (разнятся) от других чуваш. Они носят белые кафтаны и черные онучи. Мужчины летом местами носят высокие шляпы с подхватом. Женщины летом носят кафтанчики из белого полотна, а зимою-белые кафтаны, и обуваются летом и зимою в черные онучи, при чем навертывают их так толсто, что ноги образуют из себя настоящие колотушки. Лапти у них с маленькими головками, которые отделываются более мелким плетеньем. Оборы очень длинны и красиво навертываются крест-на-крест до самых колен. Наши чуваши называют их франтами. Действительно, они любят одеваться. Когда вирьялка выйдет на базар, то на ней не увидишь ни пылинки; ни на лаптях, ни на оборах не найдешь ни мохра, ни задоринки: все гладко и блестит, как бусинка. Весело ходят оне, сверкая и позванивая своими шельдемами, сурпан çакки и ожерельями из крупных серебряных монет. Наши, т. е. низовые чуваши, говорят про них с насмешкой: „Вирьялка форсит только пока в девках, а выйдет замуж, так на нее срам посмотреть“. Над оборами тоже смеются и говорят, что оне длиною в девять сажен. Их считают хвальбишками и форсунами. Замужние женщины у вирьялов, как и у низовых, понерек головы носят масмак. Их узкие сурпан треплются вокруг шеи. Иногда масмак у них слезжает назад; об этом тоже отзываются с насмешкой, говоря: „У вирьялки распряглась лошадь — дуга свалалась назад“. После двух-трех родов у вирьялки пропадает весь форс: она ходит косматой, растрепанной, в грязной рубашке; часто можно заметить по краям подола желтые пятна от испражнений ребенка. Так же мало смотрит она и за чистотой в избе. (Прежний) форс появляется у нее только тогда, когда она собирается на базар. От них к востоку живут чуваши низовые (восточные, живущае к востоку) они живут между вирьялами и степными чувашами (хирти) и занимаюг продолговатую полосу, начиная от р. Волги и до станций Ибреса и Шихраны Московско-Казанск. железн. дороти. Чуваши, живущие на южном конце этой полосы и называемые кушлавăшсем (кошлоушинские), тоже входят в число низовых чуваш. Кошлоушинские, ораушинские, хириосинские, отарские и рунгинские чуваши, по одежде женщин, и не вир-ял, и не низовые, и не степные, а представляют из себя как-бы особую группу. Ближайшие вирьялы прямо называют их кошлоушинекими; вирьялы, живущие в отдаленности, около г. Ядрина или в Курмышском уезде, считают их низовыми чувашами, а ближайшие степные чуваша, из-за небольшой разницы в говоре и одежде женщин, склонны считать их вирьялами. Строго говоря, чуваш можно делить и на большее число групп. Не разбирая их по мелочам, я разделяю их на три группы; потому и кошлоушинских чуваш я причисляю к низовым (анатри). Хотя они не совсем похожи, как на вир-ял, так и на низовых (анатри), но в общем они, по говору и по одежде, гораздо ближе к низовым. Мужчины носят черные или сероватые кафтаны, обуваются в белые суконные онучи (покупаемые на базарах); летом ходят либо в фуражках, либо в маленьких шапочках. Лапти оляповатые, а не тщательно сплетенные и разукрашенные, как у вир-ял, и оборы не длинные. Женщины обуваются либо в портянки (нарочно для того сотканные), либо носят чулки, сшитые из белого же базарного сукна. Рубашки (верхнее платье) носят сшитые из белого холста и вышитые узорами, или же сшитые из пестряди, сотканной с синими и красными тонкими полосками по красному полю. Повязываются ситцевыми платками разного цвета. Если ноги обуты в портянки, то оне обертываюг их оборами немного похоже на вир-ял; а если ноги обуты в белые чулки, то поверх этих чулок из базарного сукна надевают еще черные носки домашней вязки; эти носки обертывают оборама не как вирьялы, а вплотную, и оборы лежат рядышком, у самой щаколотки; затем чулки спускают к носкам, и они образуют нечто похожее на складки сапог. Замужние женщины голову обертывают сурбаном и никогда не оставляют шею голою. Девушки, летом, когда едут на свадьбу, надевают тухья (особый головной убор девушек). У вирьялок ни тухья, ни сăрка (украшение из монет и бус, носимое девушками на груди и спине) не бывает. Раньше эти тухья и сăрка носили и в христианские праздничные дни и в свои языческие праздники, а теперь эти уборы надевают только на свадьбах, и то не все. У них сурпан, масмак и пуç-йĕпии (головные уборы женщин) не похожи на вирьяльские: сурпан длиннее и шире, а масмак — короче и шире, и узоры на нем похуже, чем у вирьялов; пуç-йĕппи (убор на задней части головы) короче, и серебряных монет на нем не навешано столько, сколько у вир-ял. У вирьялок всегда видны уши, шея и затылок, а у женщин анатри их не видно. Оне не показываются простоволосыми (ни деверьям), ни свекрам, ни чужим людям: это считается неприличным. Точно так же не показываются оне перед ними и босиком. Женщину, строго соблюдающую этот обряд, никто кроме мужа не увидит до самой ее смерти простоволосою или босою. Когда женщины едут в гости, то повязываются самоткаными платками и поверх платка надевают еще каракулевую или барашковую шапку. Летом оне повязываются лишь платками: либо самоткаными, лабо ситцевыми. Тот и другой повязывают двояким способом: ситцевым платком или повязываются поверх головы так, чтобы он обхватывал гоюву как татарская тюбетейка, или же повязываются им так же, как и русские женщины. Самотканые платки повязывают на подобие татарской чалмы (обхватив им голову и завязав его раз на затылке, оставшиеся концы завязывают спереди надо лбом, причем кониы платка торчат па голове в виде рогов), или же завязываюг этот самотканый платок на затылке, при чем длинные концы его закидываются назад и свободно висят на спине. У вирьялок этого самотканого (полотенцеобразного) платка нет, оне носят исключительно ситцевые платки, а также самотканые бумажные четырехугольные платки белого цвета, похожие на ситцевые. Вирьялы живут лишь в Казанской губернии, в уездах: Козмодемьянском. Чебоксарском и Ядринском, и в Курмышском уезде Симбирской губернии. В Чебоксарском и Ядринском уездах не все чуваши вирьялы. В Чебоксарском уезде они живут только вблизи западной границы, а в остальных местах этого уезда живут низовые чуваши. Граница между низовыми чувашами (анатри, мал енчи) и вир-ял приблизительно такая: от с. Абашева, Чебоксарского уезда, к западу, в сторону дер. Шăхча, живут вирьялы, а к востоку от этого села — низовые чуваши. Потом, если итти к тому месту, где сходятся границы Чебоксарского и Ядринского уездов (около села Богатырева), оставляя деревни 1-е и 2-е Икково к западу, то направо, к юго-западу, живут вирьялы, а налево, к северо востоку, живут низовые чуваши. Затем, в Богатыреве живут смешанно и вирьялы и низовые чуваши. От этого села граница между ними идет через реку Большой Ци(ы)виль, в дер. Супар (Субар), Ядринского уезда, а дальше, по границе Цивильского и Ядринского уездов, идет до с. Ямашева (Чарпуç). От Ямашева граница между этими двумя группоми вдается в Ядринский уезд и проходит между с. Малыми-Яушами и д Туçи-Çармăс с правой стороны и старыми и новыми Сурьялами (Сĕрьел) с левой, переходит через речку Большой Санар и приходит на речку Малый Санар. Таким образом, направо от этой линии остаются вирьялы, а налево — низовые чуваши. Только жители с. Янгорчина (находящегося на этой линии), так как они живут на очень близком расстоянии от вир-ял, в последнее время начали одеваться по-вирьяльски. Дальше эта же граница от деревни Хирпосей поднимается по наиравлению к дер. Санар-пось, по реке Малый Санар и по притоку ее Вăта-çуна, проходит через Корабельную рощу и р. Упнер (приток Мал. Цивиля) и упирается в угол Сурского леса (Кирского лесничества). Итак, деревни Хурăнсур-Çармăс, Альмени, Санар-поси, с. Артеменкино, Новое и Старое Абызово, Упнер и др., остающиеся направо, будут вирь-яльскими, а налево, начиная от Ямашева, деревни, находящиеся в пределах Ядринского уезда: Орауши, Хирпоси, Отары, Рунги и все Кошлоуши (несколько селений) считаются населенными низовыми чувашами. Вот эти чуваши, находящиеся в одном углу Ядринского уезда, хотя считаютея низовыми, но несколько от них отличаются. Говорят они так же, как и низовые, но женщины одеваются иначе — в этом и разница. Настоящие низовые женщины сурбаном обертывают всю голову, так что у них не видно ни одного волоска на голове, а эти (кошлоушинские, ораушинские и окружающих их селений, Сурьяльские, и Ямашевские) обвертывают голову сзади до висков, сзади же, вровень с верхними краями сурбана, накладывают пуç-йĕппи в двумя концами последней, оканчивающимися булавками, прикрепляют сурпан к масмак, который вдет через голову, от уха к уху, и завязан под подбородком. Вследствие такого прикрепления сурпан у них не сьезжает на шею, как у вирьялок. Такие чуваши есть еще рядом с ними, и в Цивильском уезде ими населен весь Ача-касинский (с. Татмышево) приход. Их женщины тоже одеваются так же, как кошлоушинские, ораушинские и ямашевские. Что касается верхней одежды (кафтанов, платков) и обуви, то в этом отношении особенного различия между кошлоушинскими и анатри нет. Мужчины летом и зимою одеваются там и здесь одинаково. За низовыми, по другую сторону железной дороги, идут селения степных чуваш. Степными чувашами называются чуваши Симбирской губернии, а также Тетюшского и Ци(ы)вильского уездов Казанской губ. Степные чуваши отличаются как по одежде, так и по говору их. Степные чуваши, мужчины и женщины, носят чулки, сшитые из белого сукна. Велых рубах из самотканого холста они совсем не носят, а носят пестрядь (улача). Женщины их, как и низовые чувашки, обвертывают сурбаном всю голову, но белого костюма (кроме сурпан) у них нет. Их сурбаны отличаются от низовых тем, что они у последних (низовых) бывают шире и концы их красивее. Рубашки (верхнее платье) шьются из своей пестряди на татарский или русский лад: оне отчасти похожи и на татарские платья, а отчасти и на русские сарафаны; грудь и подол рубахи отделывают ситцами разного цвета, по татарской моде. Оне не повязываются самоткаными домашними полотенцеобразными платками, но все без исключения носят ситцевые платки. Верхняя же одежда у них одинакова с ниаовыми. Только женщины степных чуваш от низовых и вир-ял резко отличаются еще тем, что первые (хирти) носят те же портки, какие носят и мужчины. Женщины у вир-ял и у низовых носят портки с четырьмя гачниками (произн.: гашниками). Эти портки очень просторны в верхней части, и потому низовые чуваши, знающие это, смеются над ними и говорят: „Оне носят хребтуг“. Два передние гачника завязывают, обведя их по бокам, сзади, а два задних, также обведя их с двух сторон, завязывают концами спереди. Для отправления естественных нужд (praeter concubitum) развязывают задние гачники, завязанные спереди. Вирьялы смеются над низовыми и степными чувашами и говорят, что их ноги можно переломить одним ударом кнутовища (потому что оне очень тонки), а степные чуваши в свою очередь смеются над вирьялами, называя их черноногими. Многие чуваши Уфимской и Самарской губерний переселились от низовых, но теперь говорят как степные. Платье у них иное, чем у степных, и очень похоже на русское. Раньше многие из здешних чуваш даже и не знали, что там тоже живут чуваши. Разница в говоре низовых и степных чуваш заключается в том, что низовые говорят хăпар (поднимись), а степные улăх (поднимись). Низовые говорят о степных, что те говорят ясно, отчетливо, Степные чуваши говорят, о низовых, что они (анатри) „говорят кончиком языка“, т. е. букву „т“ произносят на конце слов мягко, напр.: пулать, каять и т. п., а надо будто-бы „пулат, каят“ и т. д. Приблизительная граница между низовыми и степными чувашами идет по линии Московско-Казанской железной дороги, от ст. Ибреси до ст. Тюрлема. По правую сторону от полотна железной дороги (к востоку) живут степньте чуваши, а по левую (к западу) — низовые. [Автор этой статьи написал ее не на чисто родном говоре, а на языке, довольно близком к книжному].

анса лар

(анза лар), introrsus retractum esse (de oculis). Sedem eligere in loco depressiore. Букв. 04. Çаврака хура куçĕсем анса ларчĕç. Ее круглые черные глаза ввалились. Ст. Чек. Хура куçĕсем путса ларчĕç. Ib. Череп. Ку ача пулаймас пулĕ ахăр: куçĕсем анса ларнă. Этот ребенок, вероятно, не выздоровеет: у него ввалились глаза. Якей. Эсĕ итла çирмая анса ларнă-çке, çĕр куççа анма полтарать онта. Ты уж очень низко поселился, там и земля обвалиться может. Якей.. Ай-ай, ача, сан йĕм анса ларнă-ç! Ай ай, брат, да у тебя штаны свалились! || Saepissime habet vim verbi auxiliaris. Также употребл. в соединении с деепричастною формою других глаголов, имея значение вспомогат. глагола. Якей. Çортcам çинчен йорсам ирĕлсе анчĕç. Снег на крышах стаял. Ib. Сăртсам çинчен шусам йохса анчĕç. С холмов стекли потоки (весною). Ib. Паян пирн хватлă çилпе ик çăка тăрри хуçăлса аннă. Сегодня сильным ветром у нас сломило верхушки у двух лип. Орау. Сăртсем çинчен шывсем юхса ана пуçларĕç. С холмов потекли потоки. Ст. Чек. Капан тăрри ишелсе аннă. Вершинка стога свалилась. Ib. Арпалăх тăрри йăтăнса аннă. Крыша половни обрушилась. Ib. Пӳрт маччисем йăтăнса аннă. Потолок избы обрушился. Орау. Киле таврăннă чухне çул хĕрринче ларакан пĕр ишĕлсе-аннă арман патне çитрĕмĕр. Возвращаясь домой, мы дошли до находившейся прямо у дороги развалившейся мельницы.

антар

(андар), facere ut descendat in locum inferiorem etc. Понуд. форма от гл. „ан“. Изамб. Т. Унăн таврашĕнчисем ку çывăрнине пĕлсен лашине çырмана антарса янă. Те, которые были около него, заметили, что он уснул, и свели его лошадь в овраг. Якей. Çор-конне çорт çинчен йор антараççĕ. Весною сбрасывают с крыш снег. Ib. Атьăр, ачасам, шӳш шӳл çинчен олăм антарар. Идемте, ребята, скидывать с сушил солому. Ib. Кăрмăшра илнĕ йăвăçа эпĕр Выл вăрне антартăмăр. Лес, купленный в Курмыше, мы сплавили на устье Вылы. Орау. Ачана сак çинчен антарас. Надо снять ребенка с лавки. Ib. Пĕрени ырине лармаçть, картне пăртак антарас пулать. Бревно ложится в паз не плотно, надо углубить зарубку. Ib. Чулне пăртак антар-ха, тем çăнăх шултăрарах тухнă пек туйăнать. Опусти малость жернов, а то, кажись, мука что-то крупновата выходит. || Cibum coctum ex aheno in aliud vas traiicere vel transfundere. Также означает разливать или выкладывать из котла в чашку (так и в Череп.; о кушаньях). Урож. год. † Яшка антарнă тĕле кĕчĕç-тăчĕç хăнасем. Когда наливали (в чашку) похлебку, вдруг явились гости. Менч. Чист. Пысăк чашăксемпе пăтă антарса, пăттине куç хывса, çăмарта турани сапса лартаççĕ. Выкладывают кашу в большие чашки, пелают на каше ямочку (для масла) и ставят, посыпав крошеными яйцами. С. Тимер. Хĕвел анас умĕн пăтă пĕçереççĕ те, ăна икĕ чашăк çине антарса лартаççĕ. Перед закатом солнца варят кашу и выкладывают ее на две чашки. Сиктер. Унтан тепĕр чашкăпа пăтă антараççĕ. Потом выкладывают еще на одну чашку каши. N. Пиçсен вара чашкăсем çине антарать. Изамб. 109. Пĕр-ик хуран шыв вĕретсе шетнике антараççĕ. Вскипятят котла два воды и сольют ее в кадку. || | (Lac) praebere (de vacca dicitur). Также давать (молоко, о корове). Сред. Юм. Ине (ин’э, i. q. ĕне) пĕр те сĕт антарми пõлчĕ хăй. Корова совсем перестала давать молоко (или: доить, как говорят русские). В. Олг. Ĕне сĕт антармаст. Корова не доит. Якей. Микон иртнĕренпе пирн ĕне сĕт антара пуçларĕ. Начиная с Наколы, наша корова начала доить, т. е. давать молоко. || Item de femina. То же о людях. || Saepissime autera verbi auxiliaris munere fungitur ita, ut significet motum in locum inferiorem. Соединяясь с деепричастиями (-са, -а), часто является вспомогательным глаголом. Толст. Пĕчĕк аçасем ун çине хăпара-хăпара кайса вак турачĕсене хуçа-хуçа антарнă. Маленькие дети влезали на нее и обламывали мелкие ветки. Б. Илгыш. Ула-кайăк тилĕ сăмаххине итлесе пĕр юман туратти татса антарчĕ, тет. Дятел послушался лисицы и сломил для нее дубовую ветвь. Якей. Эпĕр çырта (с’ирда) полă тытса çӳренĕ чох çӳлте тăракан ачасам пирĕн çия çĕр йăттарса антарчĕç. Когда мы ловили в речке рыбу, то ребята, стоявшие над нами на берегу, обрушили на нас берег. Ib. Атьăр, ачасам, она кăмака çинчен тортса антарар. Давайте, ребята, стащим его с печи. Ib. Хорсене калча (кал’џ̌а) çинчен çырмаялла хуса антартăмăр. Мы согнали гусей со всходов в овраг. Ib. Хăма çине прах ларса толнă, шăлса антарас полать. На полке много пыли, надо ее смести.

ан

(ан), particula negativa fennica, quae additur imperative, отрицание повел. наклонения. Орау. Урăх ан турт. Больше не кури. П. Пинер. Пĕр алăран вĕçернĕ тăманана тытма ан та шухăшла. И не думай поймать сову, которую раз выпустил из рук. (Послов.). Якей. Ан çапах эс она он пушши патакпа! Да не бей же ты его такой огромной палкой! Треб. 2420. Эпĕ айăплă пулса ан каям. || Eadem, cum addita est tertiae personae imperative etiam metum significare potest, ne res aliqua fiat. С З-м лиц. пов. накл. иногда выражает опасение. Эпĕ кашкăр тавраш (Iеgе: тавраш) ан пултăр тесе шикленкелесе пыратăп. Я иду и побаиваюсь, как бы не встретить чего-нибудь в роде волка. || Aut verborum alicuius vanitatem. Или полное недоверие к словам другого. Ст. Чек. Вăл Мускава кайнă вĕт. — Ан кайтăр! Ведь он уехал в Москву. — Как бы не так, как бы не уехал! (т. е. ты говоришь вздор, что он уехал). || Etiam cum tertia persona sing, verbi nyji coniungitur addito participio praeteriti, quod hoc quidem loco ponitur pro substantivo, ut significet rem aliquam omnino vetari. Отрицат. форма пов. накл. З лица ед. чис от гл. „пул“, быть, прибавленная к причаст. прош. вр. спрягаемого глагола, выражает строгое запрещение. КС. Шыва кĕнĕ ан пултăр! Не смей (не смейте, пусть он, они не смеют) купаться! Ib. Ман киле ярса пуснă ан пултăр! Не смей (не смейте, пусть он, она, они не смеют) являться ко мне в дом! Чтобы твоей (вашей, его, их) ноги у меня не было! [В Ст. Чек. говорят: „Кунтан урăх шыва кĕни (к̚э̆н’и) ан пултăр! — Ман алăк урлă урăна (урине, урăра) ярса пусни ан пултăр!“, т. е. с суфф. и. См. Опыт. чув. синт., стр. 470]. Sunt etiam quaedam verba, quae addita eadem negatione substantivorum loco ponuntur atque cum postpositione шăн coniunguntur, quod tamen a plerisque omnino non probatur, tamquam falsum. Замечателен оборот, подобный следующему. Альш. Хăйне ан кайшăн калать. Idcirco ita loquitur, ne sibimet ipsi sit eundum. Говорит это с тою целью, чтобы ему не пришлось итти. [Другие считают этот оборот вымышленным и говорят так: „Ăна вăл хăй каяс маршăн калать“]. || Cum optativo. Иногда соединяется с уступ.-желат. накл. Череп. Ан ятлăсăрах, тăхлачăсем! Извините („не браните“), свахи!

ан та кала

(ан т̚а к̚ала), de re tristi, idem fere est., quod ан кала, почти то же, что ан кала. Сред. Юм. Çавăнта ахалех каймарăмăр, кайнă пõлсан пит вырнаçуллă полатьчĕ. — Ан та кала ĕнтĕ! Хал, кайран полчĕ çав, ним тума та çõк. Напрасно мы не пошли туда; если бы мы пошли, то все устроилось бы хорошо. — И не говори! Теперь уже поздно, ничего не поделаешь! Ib. Хамăр чирленине пĕлеппĕр, тõхтăр патне каймаснăр, çанта хамăртах полчĕ çке айĕпĕ те! — Ан та кала çке те! халь каласа халь тăвас çõк ĕнтĕ. Знаем, что больны, а к доктору не идем, — сами виноваты! — И не говори! Теперь уж словами ничего не поделаешь. (Говорит сочувственно). Якей. Сан лашасене исе карĕç, тет, няк? — Ан та кала уш! — вăрах (т. е. вăрă+ах) пĕтерч мана. Кажется, говорят, что у тебя увели лошадей? — И не говори! Разорили меня воры (т. е. именно воры, а не кто другой). Ib. Сан тепĕр ачу та вилнĕ тесе калаç, чăнах-и? Ан та кала ĕнт! пĕр ачасăрах йолтăм. Говорят, что у тебя и другой сын умер; правда-ли это? — И не говори уж! совсем без детей остался! Неушлĕ ку эрнере упыткă илтĕн çăмартаран? — Ан та кала, ача! — манер килмер. Неужели ты на этой неделе получил убыток от яиц? — И не говори, брат! — удачи не было. Завражная. Кĕнеке çоккане ан та кала ĕнтĕ, порне те воласа тохнă! Что и говорить о том, что нет книг! — все перечитали!

ана

(ана), ita appellantur singulae partes agrorum, modicae magnitudes, limitibus tenuissimis disterminatae, загон, полоса пахотной земли в поле. Микуш. Çӳлти ана çине (сначала было написано: „çӳлĕ ту çине“, потом зачеркнуто) сĕлĕ акрăм хура лаша кăмăлĕшĕн. Ради удовольствия вороной лошади я посеял овес на нагорном загоне (Ст. Чек. ту çинчи ана çине) ЧП. Пирĕн ани çула тăрăх... ани ухват палличче. Наш загон расположен вдоль дороги.... знак (тамга) загона — ухват. ЧП. Арçын алли тивмесен ана çийĕ хуралмĕ. Если мужчина не приложит своего труда, то загон останется не вспаханным. Султангул. † Çула тăрăх анăра çӳллен тулă акаттăр. На вашем загоне, который тянется вдоль дороги, вы каяждый год сеяли пшеницу. Хып. 06, № 2. Эпир мĕнле те пулса ана шучĕ ытларах акма тăрăшатпăр. Мы стараемся, по возможности, засеять побольше загонов. (Выражение неудачное). N. Çавăнтан Илия йăвăççам çăлса пăрахса Атăл çине ана турĕ, тет те, вилчĕ, тет. Потом Илья накидал на Волгу деревьев, вырывая их (с корнем), сделал на ней (точно) поле и умер. || Frumentum in ана satum. Также хлеб, посеянный на загоне. N. Вĕсем унта кайнă чух ана пĕте пуçларĕ. Когда они туда шли, загон стал приходить к концу (его стали дожинать). Ib. Ана пĕтерчĕç, юлашки кĕлтесене пысăкрах турĕç. Кĕлте (не) пĕчĕккĕ тусассăн килес çул тырă начар пулать. Сжали загон. Последние снопы сделали побольше. Если сделать маленькие снопы, то на следующий год будет плохой урожай. || Modus agri alia apud alios mensura. Также земельная мера, неодинаковая для разных местностей. Ана = 2000 кв. с. (Череп.), 1800 кв. с. (Бакырчи). Череп. Тутерем= 1/4 ана, çур-пилĕк = 1/2 ана. Чертаг. Ана — 10 чалăш сарлакăш, тăршшĕ 80. Ана — площадь в 10 сажен ширины и 80 саж. длины, т. е. 800. кв. саж. Магн. 44. „Пахотная земля для душевых наделов у чуваш, во 2 м стане Чебоксарского уезда, дробится 1) на сьор-билик [т. е. çор-пилĕк], по-татар. зярым биш [т. -е. џарым бiш], в 8 шагов ширины и 10 веревок в 10 сажеy (100 сажен) длины; и 2) тваткал [т. е. тăваткăл] — в 20 квадратных сажен (в деревне Туганашевой). 4 тваткала в деревне Малое Карачево (Сядырга) составляют сьор-билик, 2 тваткала — хорах йиран [т. е. хăрах йăран], 8 тваткалов — ана — загон (по-татар. зирь [т. е. џiр]). Мерой надела большею частию служит сьор-билик, реже (в некоторых деревнях Аттиковского прикола) — тваткал“. То, что здесь поставлено в кривые скобки, прибавлено мною. N. Пирĕн Шупашкар уясĕнче [scr. уясре!) виçе ятпа пĕр анаран кĕлтçеç иртет. Ана — десятина. У нас, в Чебокс у. на три души приходится один загон с небольшим. Загон равняется десятине. КС. Ана — 2/3 десятины, çур-пилĕк — 1/3 дес, чĕрĕк — 1/6 дес, уçмушкă (ус’мушкы̆) — 1/12 дес. Орау. Анан тăршшĕ (длина) — 120 чалăш (120 саж.), урлăшĕ (ширина) — 10 чалăш (т. е. 1200 кв. с), Ib. Анан çуррине çур-пилĕк теççĕ (1/2 ана назыв. çур-пилĕк). Анара тăват черек (т. е. ана = 4 чĕрĕк). Вута-б. Ана = 5×100 (или×120) кв. саж.; çур-пилĕк = 1/2 ана. Питуш. Ана = пĕр авăнлăх; хăрах йăран = çор авăнлăх (ползагона). Изамб. Т. Теçеттинере виç çур-пилĕк. Çур-пилĕкре ик тӳтрем. Теçеттинере ана çурă. Анара тăватă тӳтрем. В десятине (длина 160, ширина З0 саж.) три „çур-пилĕк“. В „çур-пилĕк“ два „тӳтрем“. В десятине полтора „ана“. В „ана“ четыре „тӳтрем“. В д. Якейкиной, Шуматов. вол. Ядрин. у., „ана“ — 1/3 десятины, „çор ана“ (иначе: çор авăнлăх) — 1/6 десятины, „ана çорă“ — 1/2 десятины. Якей. Эп паян ик ана турăм. Сегодня я вспахал 2/3 десятины. Ib. Ик лашапа пилĕк ана туманни мĕн вăл! Как это не вспахать на двух лошадях 12/3 десятины! Альш. Аслă çул килет Пăваран Çĕнĕ-Пăрăнтăка тӳп-тӳрĕ. Пирĕн çĕрсене вара кунта çав аслă çула пăхса виçис. Аслă çула маййăн та, ăна урлă маййăн та хирте пулуссасем тунă: пĕр хăлаç пек акман çĕр хăварттарнă. Вăл пулуссасем аслă çула маййăннисем аслă çула маййăн тӳп-тӳре каяççĕ; урлисем кунталла май тӳп-тӳрĕ анаççĕ. Хирте вара çапла куç-куç пулса тăрать акмалли çĕр. Вăл куçсенĕн пĕр майĕ 150 хăлаç, тепĕр майĕ 160 хăлаç, теççĕ. 160 хăлаçлă енне сакăр анана уйăрнă: анан сарлакăшĕ 20 хăлаç пулать вара, тăрăшшĕ 150 хăлаç пулать (150×20 = 3000 кв. саж.). Вăл анасем кăнтăрланалла пуçăн. Аслă çул хĕрринчисем аслă çула пуçăн вара. Пĕрринне кăна путрав ан пултăр тесе тунă, тет, ăна. Ял çывăхĕнчисем, çемлемер виçсе хăварни, ыттисем пекех; çерем кастарса халăхпа тара панисем апла мар: унта темиçен илеççĕ те, епле килнĕ, çапла тăваççĕ.... Елшелинче ята виçĕ хирĕнче те виçĕ тӳтрешкешер çĕр тивет, теççĕ; ятне 548 ят теççĕ пулас ялта. Анара икĕ çур-пилĕк хисеплеççĕ, çур-пилĕкре икĕ тӳтрешке хисеплеççĕ; тӳтрешкере пилĕк хăлаç. Большая дорога в новые Бурундуки идет совершенно прямо. Сообразно ее направлению у нас размерена и земля. В поле наделаны полосы, как в направлении большой дороги, так и эй наперерез, т. е. оставлены прогалы незасеянной земли, имеющие около сажени в ширину. Те полосы, которые тянутся соответственно направлению большой дороги, идут совершенно прямо, согласуясь с ее направлением; те же, которые идут ей наперерез, спускаются совершенно прямо по направлению сюда, в эту сторону. Таким образом в поле образуется ряд клеток пахотной земли. Одна сторона такой клетки, говорят, равняется 160 саж., а другая 150 саж. Сторона в 160 саж. разделена на восемь загонов, так что в ширину загон имеет 20, а в длину 150 саж. (150×20 = 3000 та. саж.). Эти затоны направдены одним концом к югу, Те из них, которые лежат по краям большой дороги, обращены концом к дороге. Говорят, что это сделано с тою целью, чтобы в случае потравы не страдал только кто-нибудь один. Загоны, прилегающие к деревне и нарезанные землемером, совершенно такие же, как и остальные; те же, которые отрезаны на нови и сданы в аренду обществом не таковы: там снимают землю несколько человек и распределяют ее так, как им придется. В Альшееве, говорят, приходится на душу в трех полях по три тӳтрешке земли; наделов в деревне, кажется (как говорят), 548. В загоне считают 2 çур-пилĕк, в çур-пилĕк два тӳтрешке; тӳтрешке имеет в ширину 5 саж..

ана йăранĕ

(jы̆ран’э̆, jы̆ран’), limes tenuissimus, quo agrorum partes, quas ana appellavimus, in longitudinem disterminantur, межа, не пропахавная полоска между загонами одной деревни. V. кăран Т. II. Загад. Уй варринче тимĕр кĕвенте выртать. (Ана йăранĕ). Середи поля лежит железное коромысло для толчения белья. (Загадка: межа между загонами). С. Александр. Пырсан-пырсан пĕр ана йăранчен (i. q. йăранĕнчен) пĕр кăвак пуçлăскер тухрĕ, тет. Когда он прошел некоторое расстояние, из одной межи вышло какое-то существо с седою головою. Якей. Ма эс ана йăран, орлă каççа выран? Зачем ты заходишь за межу и жнешь (чужой хлеб)? Ст. Чек. Ана йăранне выртсан усал касса каят, теççĕ. Если ляжешь на меже, то, говорят, зарежет чорт. Якей. Ана йăранне выртсан çăвăрнă чох осал аташтарать (хăрамалли тĕлĕксем кăтартать). На человека, спящего на меже, дьявол напускает бред (пугает его страшными снами). || I. q. (то же, что) ана? КАХ. Пура тулли тăтăр: илнĕ çĕртен ан иксĕлтĕр, панă çĕртен ан палăртăр. Пĕр пĕрчĕ вырăнне пин пĕрчĕ хутшăнтăр. Ана йăранĕнчен савăнтар. Çырлах! Пусть закрома будут всегда полны хлеба: там, откуда взято, пусть не убывает; там, откуда дано (другим), пусть не будет заметно выдачи. Вместо одного зерна пусть прибавится тысяча. Обрадуй нас урожаем с загона. Помилуй! (Молатва к Валĕм-хуçа в „танăн сăра“). Изванк. Ана йăранĕнчен Тур патăр, пурари ан хухтăр. Пусть Бог даст с каждого загона (сколько следовало бы ожидать); то, что в закромах, пусть не убывает. (Моленье). V. seq. v. См. ана йĕран.

ана-палли

(-п̚аλλиы), signum in ipso margine agri humi irnpressum, ex quo sciri potest, cuius sit ager на загоне, указывающая на его владельца. По сообщению М. А. Андреева, уроженца с. Лесных Кошек, Буин. у., в прежнее время, когда кошкинские чуваша ставила на могиле умершего или умершей! „юпа“ (намогильный столб), то“ на нем вырезывали „ана-палли“ покойника, чтобы после, когда придется поминать покойников, не перемешать их могил. То же Ст. Чек. и Черец. Сред. Юм. Ана-палли. Тĕллеймелле мар анасĕне сõха-пуçпе паллă туса хăвараççĕ. Тамга на загоне — знак, делаемый сохою [аногда и топором] на тех загонах, которые трудно заприметить. Ст. Чек. Ананăн пĕр пуçне, хăш чухне икĕ пуçне те, палă туса хăвараççĕ. На одном конце загона, а иногда и на обоих, вырезывают тамги. Янтик. Ку çур-пилĕк çине ана-палли тивас пулат, кăна ахаль шыраса тупас çук ытла тӳрем çĕрте. На этом çур-пилĕк надо сделать тамгу, а то на очень ровном месте его так не отыщешь. (Слово ана-палли есть и в Бюрг.).

ана пӳ

I. q. ана пĕвĕ. Тимяшево, Бугульм. Вăрман хĕррипе, пĕр виçĕ ана пӳ ял енне, тырă акаççĕ. По краю леса, приблизительно на длину 3-х загонов по направлению к деревне сеют хлеб.

ана пӳлĕм

(п̚ӳл’э̆м), i. q. ана пĕвĕ. N. Çăл инçех те мар, пĕр çур çухрăм та çук, ана пӳлĕм анчах (80 чалăш). Колодец недалеко, до него нет и полуверсты, — не больше, как на расстоянии длины одного загона (80 саж.). То же и в Ст. Чек.

ана пĕвĕ

(п̚э̆вэ̆), longitudo unius ана, длина загона. Череп. Пĕр (икĕ) ана пĕвĕ чухлĕ. Около (circiter) длины одного (двух) загона(-ов). Ст. Чек. Пĕр ана пĕвĕ кайсассăн йывăç курăн. Прошедши расстояние, равное длине одного загона, ты увидишь дерево. Ib. Пĕр ана пĕвĕ кайсан аçа çапат. Когда он проехал расстояние, (приблизительно) равное длине загона, ударила молния.

ана сыппи

(ана с̚ыппи). Si agn panes contiguae, quae пуçлă-вĕçлĕ ана appellantur, ita sunt sitae, ut latera earum breviora, quibus inter se contingere debeant, limite aliquo disterminentur aut via, huius modi limes appellatur ана сыппи (a v. сыпă, articulus, commissura). Ст. Чек. Пуçлă-вĕçлĕ ана пуçĕсемпе е çул е йăран пекки пырат, çавна ана сыппи теççĕ. Если по концам загонов, называемых пуçлă-вĕçлĕ ана, проходит дорога или что-нибудь в роде межи, то это называется ана сыппи. Ана сыппи. [Ӳкерчĕк]. Ib. Пĕр сыпă ана, икĕ сыпă ана. — Ана икĕ пуçĕнче ана сыппи, икĕ сыпă хушши сыпă ана пулат. — Виç çухрăма икĕ сыпă ана пырат. — Пĕр сыпă (ана) кай та аслă çула тухăн. Ряд загонов два ряда загонов. По оба конца загона — ана сыппи, между двумя ана сыппи — ряд загонов. На З версты тянется два ряда загонов. Пройди ряд загонов, и ты выйдешь на большую дорогу.

ана тăваткалĕ

(т̚ы̆ваткал’э̆), 1. Pars aнa form quadrata, pari quoquoversus mensura (a). 2. Pars aнa oblongior, forma quadrata (e). 1. Часть ана квадр. формы (а). 2. Продолговатая часть ана, имеющая форму прямоугольника (в). [Ӳкерчĕк]. Орау. Кăçал пĕр ана тăваткалĕ умма (i. q. улма, çĕр-улми, паранкă) лартрăмăр. Нынче мы посадили на одной части загона картофель.

ана-тĕвви

(т̚э̆вви), i. q. ана пайĕ. Д. Тайба, Симб. у. Ана тĕвви. Тырă вырса пĕтерсен юлашки ана çинче пĕр пайăрка касса илмесер хăвараççĕ. Çав пайăркана пĕтерсе хĕвеле май çавăрса çыхаççĕ. Ăна „ана пăйĕ хăварас“ теççĕ. Унтан ларса çапла сăмах калаççĕ: „Ана вăйма (те вăйна) пар, пилĕкме-çурăма кантар, пӳлме тулли тыррăна пар“, теççĕ. Ларма юнашартарах кирлĕ: тепĕр çул тырă çăрарах пулать, тет. Загонный узел. Когда окончат жатву, то на последнем загоне оставляют гореть несжатых колосьев. Эту горсть колосьев скручивают (в виде жгута) и завязывают узлом так, чтобы заворот (петля) узла был сделан посолонь (по солнцу; так и в Ст. Чек.). Это называется „оставить часть на долю загона“. Потом садятся и говорят следующее: „Загон! дай мне мою силу (а может быть, и твою) [этим примечанием в скобках записыватель указывает на то, что он не помнит точно этого места молитвы], успокой мою спину и поясницу, дай (нам) полные закрома твоего хлеба.“ Садиться нужно потеснее, тогда на будущий год, говорят, будет гуще хлеб.

ане-е

(ан’э, э littera producta, где э произн. протяжно), а V. анне, mater; hinc Ане-е-Тõр, interj. admirantis cum indignatione. От „анне“, мать, употр. в восклицании удивл. „ане-е-Тõр!’’ Сред. Юм. Ане-е-Тõр! Кăçта çын пырса сăмахлатăр õнпа! „Сирн ачасĕм çапла ашкăнаççĕ, чар çавсĕне“, терĕм те, тем-те-пĕр каласа пĕтерчĕ! Матушки мои! Разве с нею можно говорить! Когда я сказала эй, что их ребята шалят, и попросила ее, чтобы она уняла их, так она мне чего-чего только не наговорила!

анăраткала

(-кала), frequent, v. a praec. v., учащ. ф. от анăрат. Ст. Чек. Анраткаласа ан çӳре. Не надоедай: (просьбами). Анраткаласан-анраткаласан, усал пĕр сăмах каласа ячĕ, тет: „Санăн килте мĕн пĕлменни пур, çавна парсан яратăп“, тесе каларĕ, тет. Промучив его несколько времени, чорт сказал следующее: „У тебя дома есть нечто такое, чего ты не знаешь; если ты отдашь это мне, то я тебя отпущу.“

анăра-сухра

анра-сухра (-с̚ухра, с̚охра), stupidus; attonitus, obstupefactus; animo relictus, в высшей степени бестолковый (брань, Л. Кошки); ошалелый; лишившийся сознания. Ib. Анра-çухра! Çĕлĕккине шыраса çӳрет, çĕлĕкки кунтах выртать: пăрахнă та маннă. Шальной! Шапка здесь, а он ищет: бросил и забыл. Орау. Апра-сухра! Таçта каять, темескер тăвасшăн ĕнтĕ! Эх, шальная! Не знаю куда это она тащится и что хочет делать! (Так говорят о престарелых старухах). || Якей. Пĕр ача йăвăç çинтен ӳкрĕ те анра-сохра полса выртрĕ. Мальчик упал с дерева и потерял сознание.

çĕнĕ анне

(с’э̆н’э̆), noverca (mea), moh Maqexa. Prioribus dumtaxat a nuptiis mensibus ita appellatur. Так называют ее в первые месяцы. В прочих лицах: çĕн(ĕ) аннӳ, çĕн(ĕ) амăшĕ. V. Çĕнĕ атте. Ст. Чек. Ман çĕнĕ аннерен пĕр шăллăмпа икĕ йăмăкăм пур. У меня есть от мачехи один брат и две сестры. В Орау. Употр. и в непочтительном смысле.

антăра

(анды̆ра, ubi ы̆ littera aut nulla, aut brevissima est), i. q. анăра. Икково. Пуç антăрас (т. е. антăраса) каять. Голова кругом идет. Çеçмер. Антăраса вилес патнех çитнĕ. Лишился сознания и был близок к смерти (напр. от угара). Ib. Пĕтĕмиех антăраса çитнĕ или: антăрамаллипех антăраса çитнĕ. Лишился сознания. Чеб. Эпĕ пуç антăранипе пĕр çур кун выртрăм та, çӳре пуçларăм. Я (говорит едва не утонувшай) лежал целых полдня, не будучи в состоянии притти в себя, а потом опять встал на ноги. Ст. Яхак. Пĕчĕк ачасем çапах антăрас (аптăрас?) çук: вĕсем çуна хуçинчен пĕр ыйтмасăрах çуна çине ларса тăкăлаççĕ. Однако маленькие ребята не робеют: они набиваются в сани, не спросившись у их хозяина. Шибач. Антăраса çатрĕ. Обеднел, стал больным или жалким (i. q. начар полчĕ, сумар полчĕ) и пр.

антăраткала

(анды̆раткала), frequent, a verbo „антăрат“, учащат. форма от антăрат. Букв. 1886, 41. Çапла антăраткаласа пĕр ирхĕне: „Каях эппин!“ терĕ. После неоднократных приставаний (надоеданий), однажды утром он сказал мне: „Ну, ладно, ступай!“

антăх

(анды̆х), ), interclusa anima spirandi facultatem amittere, задохнуться КС., В. Олг. КС. Тĕтĕмпе антăхса карăм. Я задохнулся от дыма. Сред. Юм. Ӳсре-тăркачă антăхсах кайрăм. Я просто задохнулся от кашля. КС. Çăвара шыв кĕрсе антăхса карăм. Мне в рот налилась вода, и я захлебнулся. Б. Олг. Çын шуа кайсан антăхса кайса вилет. Утопающий захлебывается и умирает. Шибач. Антăхса кайрăм. Я захлебнулся. Якей. Якор шăва карĕ те антăхса карĕ. Пĕре антăхса кайнă çынна чертме йăвăртарах. Егор пошел на дно и захлебнулся. Если человек захлебнется, то отходить его трудновато. N. Шывра антăхса вилнĕ. Захлебнулся в воде и умер. Сред. Юм. Ах Тор! пит ӳсреп эпĕ: кас-кас антăхсах каятăп! Боже мой, как я кашляю! Иногда я просто задыхаюсь! СПВВ. КЕ. Çын пырне пулă шăмми ларать те, вĕçĕмрен пĕр чарăнмасăр ӳсĕрет; çав антăхни пулать. Человек подавится рыбьею костью и без перерыва кашляет; это называется „антăхни“ (задыхаться). СПВВ. Антăхса кайрĕ, сывлăш çавăраймасăр. Задохнулся, не будучи в состоянии перевести дыхание. Череп. Антăхса вилчĕ. Задохнулся и умер. Сказ. и пред. 81. † Çõнĕ кĕрӳ çумĕнче çичĕ юланут ташлать, пĕтĕм яла çĕмĕрсе çăвар карса антăхать. Около жениха гарцуют семь верховых и орут во всю глотку, на всю деревню, задыхаясь (от крика). || Quasi intermori (de parvulis dicitur, cum in vagiendo intercluso spiritu nullam vocem possunt emittere). Также говорится о маленьких детях, которые заходятея от плача. Ачи йĕре-тăркачă антăхсах кайрĕ. Ребенок зашелся от плача. Зап. ВНО. „Ача антăхса кайрĕ. Ребенок зашелся“. || Paene animo relinqui (intercluso spiritu). Также: почти обеспамятеть (от удара и т. п.) Шорк. Çын лаша çинчен ӳксен антăхса каять, çурăмран хытă çапсан та антăхса каять. Человек может обеспамятеть (скорее: у него перехватывает дух) [так и в Çеçмер]. Если упадет с лошади или если его сильно ударить по спине и пр. Н. Карм. Çӳлĕ çĕртен ӳкрĕм те, антăхса кайрăм (ыратнипе ним те пĕлмерĕм). Я упал с высокого места и (на момент) впал в беспамятство (ничего не сознавал от боли). Якей. Антăхса кайнă. Лишился (на момент?) сознания (напр. от удара по боку). || Rei alicuius inopia laborare. Также страдать от недостатка чего-либо. Янш.-Норв. Çырма шывĕпе антăхса пурăнччăр вĕсем. (Череп. Çырма шывне ĕçсе пус шывĕшĕн антăхса пурăнччăр). Пусть их маются с одной речной водой (не имея колодезной воды; слова вутăш). КС. Паян апатсăр шалт антăхрăм. Сегодня я просто измучился без еды. Чертаг. Шывсăр антăхса кайнă, чистă ĕçешшĕн çõнтарать лаша. Лошадь просто замаялась без питья, т. е. очень хочет пить, мучается от жажды. Хып., № 25, 06. Эпĕ ан сухалам, ан акам пурăнĕччĕç-ха антăхса! Вот я не стану ни пахать, ни сеять, тогда помучились бы! Алекс. Нев. Выçăпа антăхнăскерсем, нимĕне те пăхман Мучимые голодом, они не смотрели ни на что. Череп. Шывшăн антăхсă. Мучится жаждою. Ib. Эпĕ нихçан та укçаран антăхса пурăнман. Я никогда не испытывал недостатка в деньгах. Сирах. 109. Унăн хирти тырри-пуллине выçă антăхнисем çисе ярĕç, хăй валли арпи-улăмне анчах хăварĕç, унăн мĕн пур пурлăхне ăш хыпса антăхнисем çăтса ярĕç. Якей. Выльăхсам шушăн (т. е. шывшăн) антăхнă. Скот замучился от жажды. Ib. Чăххи-чĕппи çашшăн (= çиесшĕн) антăхнă. Куры и цыплята страшно проголодались. Ib. Ачасам çашшăн (i. q. çиесшĕн), хырăм выççа антăхнă. Дети проголодались. Сирах. 58. Юрлă çитмен пирки тертленсе пурăнать те, кайран та çукпах антăхать. Изамб. Т., Череп. Çимесĕр антăхса вилнĕ. Умер с голода. || Inhiare, avide appetere; maximam voluptatem percipere ex aliqua re. Также жадничать, жадно желать, жадно предаться чему-либо, жадно и с наслаждением делать что-либо. Ст. Чек. Çĕçĕ ларашшĕ (Череп. кĕрешшĕ) пырна! тек антăхса çӳрет! Ножик бы тебе в глотку, ненасытный! (говорят тому, кто очень прожорлив). Шибач. Сĕмсĕрленсе çать (с̚’ат’, i. q. çиет), антăхать. Ест с нахальной жадностью. О сохр. зд. Вăл вара пит антăхса çитет, мĕн панине-пĕрне çийсе пек тăрать. У него (отравившегося спорыньею) появляется сильный голод, и он готов съесть все, что ему ни дадут. Череп. Эй антăхнă хырăм! Эх ты, жадный! Полтава. † Юн ĕçесшен антăхать. Алчно жаждет крови (палач). Около Ракова. Антăхнă тесе нисĕпсĕр çынна калаççĕ. Жадным называют человека, который жадно вабрасывается на что-либо. Якей. Икерч корман-и-ке, антăхса çӳретĕн? Что-ты жадничаешь? неужели не видывал блинов-то? Ib. Йăваньнь (i. q. йăванăнни) пек антăхнă ача-пăча корман. Я не видывал таких жадных детей, как у Ивана. Зап. ВНО. Калмăк пек антăхса ларать. Жадначает как калмык. Ib. „Антăхас = кӳпес, жадничать“. Изамб. Т. Хăнана каясшăн антăхап та, тахçан каяс. Мне страшно хочется съездить в гости, но я не знаю, когда поехать. Б. Олг. Ме паян çаплах çуратăн конĕпех ихĕ (иh’э̆) çине антăхса! Что это ты спишь сегодня весь день, словно никогда не спал! Череп. Мĕн паян çывăратăн, ăйăхăшăн тек антăхан? Что ты сегодня все спишь и никак не можешь выспаться? Якей. Тутлă паломми çиса антăхса карĕ. С огромным наслаждением поел сладких яблоков. Ib. Ной нихçан та кон йӳшши япала корманскер кона ĕççĕ антăхсах карĕ. Ной, который никогда не видал ничего подобного, напился его (пива) с необыкновенным наслаждением. Зап. ВНО. Укçашăн антăхать. Алчет денег. Ib. Ачасем премĕкшĕн антăхаççĕ. Дети страшно хотят пряников. || De eo, qui diem totum stertit. Тюрлем. Эс мĕн паякăн яра-конĕпе çывратăн? Антăхса каятăн поль эс паякăн. Что это ты сегодня спишь весь день? Ты, пожалуй, совсем заспишься.

анчах

(ан’џ̌ах, анζ’ах), solum, tantum, tantummodo, только, лишь. V. кăна, çех,-çеç.-çеççĕ. Якей. Эп паян уйра хам лашасене анчах кортăм, санне асăрхамарăм. Сегодня я видел в поле только своих лошадей, а твою (или: твоих) не заметил. Якей. Манпа она анчах пачĕç. Дали только ему и мне. Ib. Атин (ад’ин, тверд. н) пĕр пӳрт анчах. У отца только одна изба. Ib. Пол(ă) тытса анчах порнать. Живет лишь рыболовством. N. Пиччешĕ: „Пуçтарса хур анчах, эпĕ сана çĕр тенкĕ парăп,“ тет. Старший брат его говорит: „Ты только убери его, я тебе заплачу за это 100 руб. || Nonnunquam etiam eodem modo dicitur. quo in lingua Latina nihil facto nisi dici solet. Иногда значит: только и делаю, что; только и знаю, что. Изамб. Т. Хăне сыхласа анчах тăраттăмăр. Мы только и знали, что караулили его. Якей. Çăврать (i. q. çывăрать) анчах, орăх ним те тумаçть. Только и знает, что спит. || Eadem vox cum verbis coniungitur, ut vim eorum augeat. Также ставится с глаголами и выражает усиленное действие. Б. Олг. Çил вольă (i. q. вăйлă) чох йӳççĕм (i. q. йывăçсем) аплах хомханаччĕ (i. q. хумханаççĕ), авăначчĕ анчах. В сильный ветер деревья так и качаются, так и гнутся. N. Вăл мана паян ятларĕ анчах; эпĕ шалт макăрса пĕтрĕм. Он меня сегодня страх как разбранил, я просто все глаза выплакал. [В Череп. сказали бы: „пит хытă ятларĕ.“] Tantum quod, vixdum. simulatque. Иногда. значит: только что, как только, не успел (-а, -о, -и), как. СТИК. Анчах килейнĕччĕ, каллах каймалла пулчĕ. Только что пришел (тогда), и опять пришлось итти. Абыз. Анчах вĕреме кеч, тит, лешсем çитрĕç, тит. Только лишь закипела (похлебка), как те пришли. Якей. Эп анчах çусаттăмччĕ, вăл ӳкерсе лапăртарĕ. Я только было вымыла, а он уронил и (опять) выпачкал. Ib. Вăл анчах пӳрте кĕч, ати она хуса кăларса та яч. Как только он вошел в избу, отец его тут же и выгнал. Ст. Чек. Эп турат çине хăпарса ларайтăм анчах, вăл хуçăлса та карĕ. Только что я сел на сучек, а он и сломился. Панклеи. Уй! конта анчах шăлса тасаттăрмĕç (= тасатрăм-çке), мĕскер çӳппи-çаппи конта? Что же это здесь за сор? ведь я только что вымела! КС. Анчах ĕнтĕ тавăрнас тесе тăраттăмăр. Мы как раз только что собирались было итти назад (или: домой). || Modo (adv. temporale). Также недавно, лишь сейчас, только что, только сейчасЧереп. халь анчах; тин-кăна). Ст. Чек. Вăл анчах тухса карĕ. Он только что выехал. Ib. Ку кĕнеке анчах тухнă (i. q. тин-кăна тухнă), эп ăна вуламан-ха. Эта книга только что вышла в свет, я ее еще не читал. Орау. Ме, кӳп! Анчах çирăн (i. q. çирĕн), татах кӳпешшĕн! На, жри! Только что поел, и опять жрать хочет! Орау. Анчах çакăнта тăрать-чĕ-çке вăл! Да (ды̆) он недавно был (стоял) здесь! V. тин-кăна. || Eadem v. interiectionis vis augetur. Иногда усиливает междометия. НТЧ. Юмăç патне пырса кĕрсессĕн: „Ах анчах! манан ывăлăм питĕ йăвăр-çке, юмăç пăхса ярсам пушалăстă: кăçти киремет тытрĕ-ши?“ тет. Пришедши к йомзе, он говорит: „Ах, какое горе! У меня тяжело заболел сын; погадай, пожалуйста: какой („где находящийся“) это киреметь поразил его? || Coniunctio adversativa: sed. Нередко имеет ограничительное значение, как русск. союз но, но только. Ст. Чек. Вăл исе килес терĕ те, анчах маннă пул, (i. q. пулĕ). Он хотел принести, да (только), повидимому, забыл. Ib. Ку лаша лайăх, анчах çамрăк. Лошадь хороша, да только молода. Тата та пур та, анчах ячĕсене пĕлместĕп. Есть и еще, но только я не знаю их названий. Изамб. Т. Пăянам хăй те тăрат та, анчах ĕне сума пулăшмас. Свекровь (моя) и сама встает, да только не помогает (мне) доить коров. Ст. Чек. Вăл пĕлет те, анчах каламас (или: вăл пĕлессе пĕлет те, анчах каламас). Он знает (знать-то знает), да только не говорит. || lllud modo restat (-abat), ut, остается(-валось) только, чтобы.... Орау. Хăрăса чун тухманни анчах. Я чуть не умер от страха. Ib. Алăпа йăтса çӳременни анчах. Они (меня) чуть не носили на руках (т. е. оказывали мне всевозможное внимание).

апав

(абав), vox admirantis cum approbatione, межд. Удивления и восхищения. Сказ. Пырсан-пырсан çул çинче пĕр пан-улми йăвăçне курчĕ, тет. „Апав! ку пит аван япала-ĕçке!“ тесе каларĕ, тет те, пан-улми тавра саступĕпе чакала пуçларĕ, тет. Прошедши некоторое расстояние, он увидал на дороге яблоню. „Фу ты, какая славная штука!“ сказал он, и стал копать вокруг яблони своим заступом. Череп. Апав! чипер япала! Ах, какая славная вещь! || V. recusantis (= ай-ай), о нет! Череп., Ст. Чек. Апав! памастăп! хама кирлĕ. О, нет, не дам! самому надо. [Это выражение употребляется в Ст. Чек. молодежью]. А v. Апа? Сf. аннев.

апат

(абат), cibus. Pabulum. Пища, корм, как человека, так и животных. N. Старикĕнне хăвăртрах лашине тăварчĕç, тет, старике апат лартрĕç, тет. Они поскорее распрягли старикову лошадь и поставили перед стариком кушанья, т. е. дали ему поесть. N. Чĕр апат нумай çиме юрамаçть — вар-витти ерет. Сырую пищу нельзя употреблять в большом количестве, так как она вызывает понос. Прокоп. † Çăрттан-пулă пулса шыва чăмас-мĕн, ырă çын умне апат пулас-мĕн. Лучше бы мне тогда нырнуть щукою в реку и стать кушаньем для порядочного человека. Альш. Эрех апат антарать. Вино вызывает аппетат („заставляет пищу легче спускаться в желудок“). О сохр. зд. Çапла ĕнтĕ пĕр апата тепĕр апатпа хутăштарсан пит аван пулать. Если таким образом будут смешаны различные виды пищи, то это будет очень хорошо. Синер. Выльăхсене апат панă та, пӳрте кĕрсе апат çинă. Они дали корма скоту, вошли в избу и поели. КС. Лашан апачĕ пĕтнĕ. Лошадь весь корм съела. Ib. Вăсен выльăхĕсем апатран татăк тăмаççĕ. У них всегда есть корм для скота. Шугур. Ман анне арман хуçи патĕнче апат пĕçерсе пурăнатьчĕ (scr. пурăначчĕ). Моя мать жила у хозяина мельницы в стряпухах. КС. Апат тĕлешĕнчен (или: апатран-мĕнтен) уçă çав вăл. Действительно он щедр в отношении пищи, т. е. хорошо кормит. Ib. Апатран хăрăнса пурнаççĕ. Они очень плохо питаются. Ib. Апату-япалу! Ну тебя с твоим обедом! (недовольство). || lentaculum, prandium, сепа. Также означает завтрак, обед, ужин. Сельск.-хоз. р. II. Пĕрре кăнтăрла апат тăваççĕ те, ĕç пĕтерсен вара каçхи апат тăваççĕ. Раз едят часов в 12, а другой — вечером, когда окончат работу. КС. Мĕлле эсĕр паян ирех апата ларнă? Что это вы сегодня так рано вздумали завтракать? Изамб. Т. 110°. Праçшкре апатран вара ĕçлеççĕ. В праздник после обеда (после обедни) работают. Череп. Апатпа çӳрет. Привозит завтрак (в поле). Якей. Апат çисан пырăп сан пата. Я приду к тебе после еды. Чхĕйп. Апат çиса (scr. çыса) пуçтарсан. Когда поедят и уберут со стола. КС. Уйран тĕттĕм пулнă çĕре киле тавăрнтăмăр та апата лартăмăр. Вернувшись к ночи с поля домой, мы сели ужинать. Пшкрт. Если придет посторонний человек и застанет хозяев дома за обедом, то говорит: „Аβатра! („ови обедают!“); ему отвечают: „Аβатра, кил ӓс тӓ симӓ!“ („да, иди и ты обедать с нами!“). В ответ на это пришедший говорит: „Спас’с’иβӓ, с’ирӓк, ӓп хал’ анџак с’ирэ̆м“ („спасибо, обедайте, я только что пообедал“). Охотников. Чувашин, пред принятием пищи, произносит только про себя слова: „Пĕсмĕлле, турă ан пăрах!“ Ib. „Усаживались мы за два стола: за большой — мужчины, за маленький — женщины, отдельно. Последнее обстоятельство происходило, по всей вероятности, оттого, что сноха у чуваш не садится за один стол со свекром, из уважения к нему, т. е. сноха считает себя недостойной садиться с ним вместе за один стол. Если бы другие женщины сели с мужчинами, то сноха осталась бы одна, как бы заброшенная семейством. Чтобы этого не случилось, мужчины садятся за один стол, а женщины за другой. Но в тех домах, где нет снох, мужчины и женщины ужинают и обедают всегда за одним столом“. Ib. „У чуваш есть обычай сажать за стол всякого вошедшего в избу во время обеда или ужина“. Череп. Апат тутлă пултăр! — Эс каларĕш пек пултăр! Да будет вкусен ваш обед! — Да будет так, как ты сказал! Так отвечают пришедшему, если не хотят пригласить его пообедать. КС. Апат çима вăй патар! — Тавах, апата кил! Хлеб да соль! — Милости просим. Ср. Юм. Апат тутлă пултăр! — Апат çиме кил. Хлеб да соль! — Милости просим! (с нами пообедать)! || Ortus brumalis? Юго-восток? Хорачка. Тоj токны̆ чокн’а кэ̆з’э̆н кэ̆рӳ тємэ̆р вэ̆с’мэ̆ с’э̆мэ̆рӓн удат кы̆нды̆рлаjа или аβада. При выезде свадебного поезда младший дружка пускает на юг или юго-восток стрелу с железным наконечником. || Metaph. significat fidem. В переносном смысле означает надежность (о человеке). Ст. Чек. Ку çынта апат çук (или: кĕвелĕк çук). Inconstans, levis, infirmus est. Он ненадежный человек, т. е. слабый, и может по легкомыслию забыть свои обязанности или возложенное на него поручение, пропить по легкомыслию чужую вещь, проговориться и т. п. Череп. Санра апат пулмĕ! На тебя надёжа плохая! Ср. тат. ӓбӓт, рус. обед.

апат-çимăç

(с’имы̆с’, Изван., Панклеи), апат-çимĕç (с’имэ̆с’, КС.), апат-çимĕш (с’имэ̆ш, Б. Олг. ), nom. generale, quo varia ciborum genera continents, различные кушанья вообще. Панклеи. Йăван пăхкаларĕ — стел çинче пĕр çăккăр, пĕр кĕленче эреке корчĕ. Кăмакинче апат-çимăç. Иван посмотрел и увидал на столе коровай хлеба и бутылку водки. В печи были различные кушанья. Изван.? Вăл апат-çимăç патне те пырат. Он ходит и за кушаньями, т. е. готовит их. КС. Апат-çимĕçсем пĕтсе çите пуçларĕç-ха пирĕн. У нас вышла почти вся провизия („стала приходить к концу“).

апачĕ-масарĕ

(мазарэ̆), omnia quae pertinent ad cenam (cum stomacho plerumque dicitur; v. масар), все, что относится к обеду; обыкновенно говорится с оттенком неудовольствия, досады и т. п. Сред. Юм. Мĕн халĕ апачĕ-масарăпе аппаланса тăран? Пĕр-ик çăвар çырткала та, айта хăвăртрах! Эпир лаша кӳлсе тõхнă паçăрах, сана-çиç кĕтсе тăратпăр. Что ты тут возжаешься (возишься) с обедом? Съешь куска два, и поедем поскорее! Мы уже давно запрягли лошадь и выехали, дело только за тобою. Ср. СТИК. Апат-масарпе (мазарбж) аппаланса каç пуса (i. q. пулса) кайĕ; часрах атьăр, атсем! С этою едою провозишься до самого вечера; идем-те, ребята, поскорее! КС. Апачĕ-масарĕ унăн! Ну его с его обедом! (о плохом обеде). [Есть и в Череп.]. Ср. Орау. Апату-масару санн, çысан хăсса ямалла! Какой чорт у тебя обед, с него пожалуй сблюёшь!

апăча

a v. Russ. общество, обчество, societas, sodalitas СПВВ. АС. Апăча-пĕр-пĕр ерттел (т. е. артель).

аппа мар

non ita, не так. Ст. Чек. Çук, вăл сăмах апла мар. Нет, эти слухи неверны. Ib. Çук, апла мар. Кӳр-ха, эп хам тăвам. Нет, не так. Дай-ка, я сам сделаю. Чăвашсем. 15. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Эти киремети не все одинаковы: одни из них очень злы, а другие — не столь злы.

апла-çке

(-с’кэ), recte dicis; ab eo dicitur, qui, postquam rem aliquam veram esse negaverit, allatis аb altero arguments de sententia decedere cogatur. Да, в самом деле так! Ст. Чек. Эп каланине астумăснам (= астумастăн-ам)? ак çапла каларăм вĕт эпĕ. — Апла-çке! Разве ты не помнишь, что я тебе сказал? ведь я говорил тебе вот так. — Да, да, в самой деле так! || Etiam ironice dicitur. Иногда иронически. Изамб. Т. Санăн улма нуммай; пĕр икĕ пăт илсе тух та, пире валеççĕ пар. — Апла-çке! у тебя яблоков много, вынеси пудика два и раздай нам. — Да, с тобою нельзя не согласиться! В Орау. здесь скажут: „çапла мар-и“ или: „юрĕ“).

аппа

(аппа), i. q. акка. Soror germana aetate me praecurrens, моя сестра, родившаяся раньше меня, или одна из моих сестер, родившихся ранее, чем я. Hinc: аппа, аппам, soror mea etqs., твоя сестра и пр.; аппу, s. tua etqs., твоя сестра и. пр.; аппăшĕ, аппăш (аппыжэ̆, аппы̆ш), s. eius, eorum, earum, его, ее, их сестра и пр.; аппа, аппамăр (аппымы̆р), s. nostra etqs., наша сестра и пр.; аппăр (аппы̆р), s. vestra etqs., ваша сестра и пр. Мн. ч. образуется правильно: аппасем, аппамсем, sorores meae etqs... мои сестры и пр.; аппусем; аппăшĕсем, аппăшсем; аппасем (или аппамăрсем); аппăрсем. Кильд. Т. Йыснамăр улпут, аппамăр пике. Наша старшая сестра — барыня, а муж ее, наш зять — барин. Ал. цвет. З. Санăн ĕçӳ аппуннинчен йывăртарах. Твоя работа труднее сестриной (т. е. работы твоей старшей сестры). Ib. 4. Эсĕ мана аппусеннинчен йывăртарах ĕç тупса патăн. Ты дала мне работу более трудную, чем (работа) твоих старших сестер. || Eodem vocabulo, praeposito nonnumquam nomine, alias quoque cognatas appello aetate me antecedentes, in his patris matrisve sorores, sorores patrueles, amitinas et consobrinas, iis exceptis, quae discretions causa пысăк аппа aut пĕчĕк аппа appellantur. Eadem appeliatione vicinorum filias atque eas, quae in propinquorum meo-rum vicinia habitant, puellas significo aliasque mulieres natu maiores in vico, ubi ipse genitus sum, natas. De hoc numero eae excipiuntur, quarum parentes mihi хăта-чăхлачă appellandi sunt. Так же называют сестру отца, родившуюся раньше его, а также и его сеетру, родившуюся после него, если она, по возрасту, старше того лица, в отношении к которому рассматривается родство (если моложе или одних лет, то зовут только по имени). Муж ее называется „йысна“. Тем же самым словом обозначают и сестру матери, родившуюся после нее, и тоже в том случае, если эта сестра старше того лица, в отношении к которому рассматривается родство., а также сестру отцовой матери, родившуюся раньше или после нее. В обоих случаях муж ее называется „йысна“. — Сред. Юм. Атте аппăшĕ — аппа, õн õпăшки — йысна. Атте йăмăкĕ, хăвăнтан аслă полсан — аппа, õн õпăшки — йысна; хăвăнтан кĕçĕн пõлсан ятран калаççĕ, õн õпашкине кĕрӳ теççĕ. Сестра отца, родившаяся раньше его, называется „аппа“, а муж ее „йысна“. Сестра отца, родившаяся после него, называется, если она старше тебя, „аппа“, а муж ее — „йысна“; если же она моложе тебя, то ее называют по имени, а мужа ее зовут „кĕру“ Ib. Асанне аппăшĕ — епи (эби, пĕчик ачасем калаççĕ), õн õпăшки — папай. Асанне йăмăкĕ ватă пõлсан епи теççĕ, çамрăкрах пõлсан аппа теççĕ; õн õпăшкине ватăрах пõлсан папай теççĕ. Пысăккисĕм асанне аппăшне те, йăмăкне те хăйĕнчен аслине аппа теççĕ, ватă пõлсан та çамрăк пõлсан та. Маленькие дети называют сестру матери своего отца, родившуюся раньше ее, „епи“, а ее мужа „папай“. Если младшая сестра отцовой матери старуха, то ее зовут „епи“, а если помоложе, то „аппа“. Ее мужа, если он постарше, называют „папай“, а если помоложе, то „йысна“. Взрослые называют всех сестер своей бабушки со стороны отца, если они старше говорящего „аппа“, а мужей их „йысна“, не обращая внимания на то, стары они или молоды. Ib. Анне йăмăкĕ хăвăнтан аслă полсан аппа, хăвăнпа пĕр çõлта пõлсан, хăвăнтан кĕçĕн пõлсан ятран калаççĕ. Младших сестер матери, если они старше тебя, ты называешь „аппа“, а если моложе или в одних годах, то зовешь по имени. — Л. Кошки. „Аппа — только родная сестра, остальные — с прибавлением имени или чего другого, напр. Натали аппа“. — Кубово. Аппа — сестра отца и матери или сестра кукамай (т. е. бабушки по матери). || Eodem nomine appeliat uxor materteras amitasque viri. „Сестер моего отца или моей матери моя жена назовет одинаково со мною „аппа“ (М. Данилов). || Itidem appellant parvuli puellas grandiores. Обращаясь к взрослым девицам, маленькие дети называют их „аппа“ (в Ст. Чек. акка); взрослые называют так всех замужних, которые, происходя из одной деревни с говорящим, старше его возрастом (если моложе, то он называет их йăмăк). Если же приходится обращаться к замужней женшине, взятой из другой деревни, а не из той, откуда происходит говорящий, или если обращаются к женщине совсем незнакомой, то называют последнюю „инке“, если муж ее старше говорящего, и кин, если муж ее моложе говорящего. || In vocat. casu puellam appello in vico, unde mater mea in matrimonium ducta est, natam, aetate maiorem; sin autem natu minor sit, nomine solo utor. Так обращаюсь к девушке из той деревни, откуда взята моя мать, если она старше меня (если моложе, то только по имени). Изамб. Т. || Saror mariti mei aetate ilium antecedens, quae me nubente nondum erat nupta, моя золовка, которая старше моего мужа и которая во время моей свадьбы была девицей. (Н. Карм. V. апай, акай.) || In carminibus iuvenum significat puellam. В песнях молодежи „аппа“ вообще. означает девушку. Череп. † Ай-хай, аппа çавă пур. Ай, есть (у нас) сестрица (такая-то).

Апраç

nom. fern. pag.? жен. яз. имя? Обиково, Икково. Апраç [араб сăмахĕ] пĕр çона. (Молча кăмаки). Cunnus Апраç tarn magnus est, ut traheam implere possit. (Aenigma, quo fornax balinei significatur).

арлă

(арлы̆), quae habet virum, имеющая мужа, замужняя. Собран. 72°. Арлă арăмăн пĕр çăвара сурса пурăнас пулать, теççĕ. Жена, имеющая мужа, должна жить с ним в полном единодушии („плевать в один рот“). Çĕн-Кипек. Арлă арăмăн хуйăх сахалтарах. У замужней поменьше забот.

арлă-арăмлă

(арлы̆-ары̆млы̆), vir et uxor, муж и жена, муж с женою. Изамб. Т. 40. Вĕсем сăра ĕçсе (с попойки) тавăрăннă чухне арлă-арăмлă çул çинче вилнĕ. Альш. Çапла вара кĕсем иккĕш арлă-арăмлă пулаççĕ. Таким образом они стали супругами, т. е. вступили в брак, образовали супружескую пару. Юркин. Арлă-арăмлă иккĕн калаçса лараççĕ. Сидят вдвоем, муж с женою, и разговаривают. || Coniugaliter, connubialiter. Иногда употребляется и в виде наречия: в брачном состоянии. Изамб. 25. Пĕр ялта Микуç ятлă çын арлă-арăмлă пурăннă, тет. В одной деревне жил, говорят, один женатый человек, по имени Мигусь, т. е. Николай (точнее: жил вбрачном состоянии). Ст. Чек. Вĕсем икĕшĕ те арлă-арăмлă пулнă. Они оба были женаты.

арлă-арăмлă çын

(с̚’ын), vir et uxor, супружеская пара, чета, Собран. Арлă-арăмлă çыннăн пĕр çăвара сурса пурăнас пулат. Муж и жена должны плевать в один рот, т. е. жить согласно. (Послов.). N. Ĕлĕк пĕр вăхăтра пĕр ялта арлă-арăмлă çын пурăннă; вĕсем пит пуян çынсем пулман, мĕскĕн çынсем пулнă вĕсем. В прежнее время в одной деревне жила супружеская чета. Эти люди не были богаты, они были бедняки. БАБ Ĕлĕк арлă-арăмлă пĕр çын пурăннă, тет; вăсенĕн пĕр ывăл пулнă, тет. В прежнее время жила одна супружеская чета, у которой был один сын.

арçын ача

(аζ’а, аџ̌а), отрок, мальчик. Puer (ab anno tertio vel quarto usque ad sextum decimum septimumve decimum aetatis annum). Мальчик от 3 — 4 лет и до 16 — 17 л. возраста, дальше которого его будут называть „çитĕннĕ ача“ или „йĕкĕт“ (до женитьбы) или яшă. Ребенок становится „арçын ача“ с той поры, когда он начинает носить мужскую рубашку, благодаря которой пол его может быть определен с одного взгляда. Ст. Чек. V. хĕр ача. Ст. Чек. Пĕр арçын ача лашсемпе çитермене карĕ. Мальчик поехал на кормежку (днем; см. выртма).

арçын чунлă

(ч̚’унлы̆), quae virili animo est, fortis, имеющая душу мужчины, мужественная. Полтава, 16. † Арçын чунлă этем пек хĕр пулсан та пĕр маях вăрçă тавраш саватьчĕ. Будучи девушкой, она не по-женски любила войну.

ар-çури

ар-çори, ар-çурри, ар-çӳри (арз’удиы, арз’оϱиы, арз’уϱϱиы, арз’ӳри). i. e. quasi vir? Cf. ама çурри. Ita appellator daemonum silvestrium genus, capite permagno, oculis vero minutissimis, ut qui grani millii magnitudinem non excedant, qui viatores per silvosa loca iter facientes insectari creduntur identidem ciamantes, ut denticulos suos sibi comedendos praebeant; quos consecuti titillando interimere, dentesque eorum evulsos avidissime devorare dicuntur. Ex hominibus sepulcro carentibus fieri atque in varias formas transfigurari posse putantur. Ignem, aquam, salem, canem reformidare dicuntur. Quibusdam locis quasi in deorum numero habentur, sacrificiisque modicis honorantur. De his narrantur fabulae permultae, quas omnes hoc quidem loco recensere a proposito nostro alienum est. Alii (хиртисем) feminam esse volunt mammosam, inusitata magnitudine, quae ostendens genitalia cum risu impudentissimo viatores ad se vocare soleat; alii, omissa impudentia, pueros ab ea duos dorso portari dicunt, qui mammas eius ad tergum reiectas sugant. V. Paasonen H. Csuvas Szójegyzе́k, 51., Mе́szaros Gyula, A csuvas ӧsvallás emlе́kei, 51, 52 || Название лесного духа. Рекеев. У чуваш есть предание, что в старину в лесах жили арçурри — род обезьян, которые старались встретиться в лесу с человеком. Они очень любили полакомиться человеческими зубами, для чего щекотали человека, вырывали у него все зубы и глотали (их?). Арçурри отыскивал человека ло голосу, обманно отвечая на крик человека. Арçурри очень боялся рек, ключей и вообще воды. Приближаясь к человеку, он спрашивал: „Шыв вирелле каятна, шыв юхалла каят-на?“ (ты идешь против течения или по течению?). На что догадливые чуваши отвечали: „Юхалла, юхалла (по течению), чем и спасались от арçурри. Дело в том, что говорить: „шыв вирелле“ (против течения) нельзя было, потому что арçурри живо обежит исток или начало ключа или речёнки и живо явится к человеку; а если ответить ему: „шыв юхалла“, то он знает, что устье реки обойти невозможно, и оставляет человека в покое.“ || Говорят, что в прежнее время был обычай уводить в лес и умерщвлять больных, старых и увечных; души их, бродившие с криком по лесу, назывались ар-çури. || Якей. „Арçури — души убитых и не получивших напутствия (кĕл тутармасăр çапса пăрахнă çынсен чонĕсем). Шорк. Ар-çори — дух, обитающий в лесу; его можно видеть в разных видах. Он очень громко кричит, и если человек заплутается в лесу, то ар-çори откликается на его крик, сам зовет (его) и таким ооразом завлекает в самую глубь леса; иногда же сам гонится за человеком, зовет его по имени и хохочет. Избавиться от него можно крестом, вырезанным из земли. Ст. Чек. Арçури принимает разные формы, знает имя человека, щекочет его, и человек умирает. Нюш-к. Хĕр ача тăвса вăрмана кайса пăрахса витмесĕр хăварсан ултав ачи арçури пулать. Если девушка родит ребенка и бросит его в лесу, не прикрывши (землею?) то пригулыш обращается в арçури. V. Магн. 194. Ib. Çын шăмми те тăпра айне кĕмесен арçури пулать. Также если кости человека не будут зарыты в землю, то они обращаются в арçури. Ib. Арçури шăмă хышлакан кайăкран тарса çӳрет. Арçури убегает от зверя, который гложет кости. С. Хочашево. Арçорри тона-шăннинчен полать. Арçорри происходит из берцовой кости. Собран. Арçури вăл качча кайман хĕртен çуралнă, тет. Ăна çав хĕр çуратсанах сĕм вăрмана кайса пăрахнă, тет. Вăл вара ӳсе-ӳсе питĕ пысăк çын пулса виçĕ юман тăррине улăхса ларнă, тет. Унăн сăнĕ тĕм-хура, çӳçĕ вăрăм, тăват куçлă, тет; куçĕсем иккĕшĕ малта, иккĕшĕ хыçалта, тет. Виçĕ алăллă, виçĕ ураллă, тет. Çав ар-çури вăрманта хăй патĕнчен çын иртсе каякана çынăн ячĕпех кăшкăрат, тет; çынни те ăна хирĕç кăшкăрсан ун патне вăрмана шатăртаттарса пырат, тет те, тытса çисе ярат, тет. Говорят, что арçури родился от (незамужней) девушки. Мать, родив его, тотчас же отнесла новорожденного в дремучий лес и там его забросила. После этого он стал рости, и наконец обратился в огромного человека и засел на вершинах трех дубов. У ар-çури совсем черное лицо, длинные волосы и четыре глаза: два спереди и два сзади. У него три руки и три ноги. Человека, который проходит лесом мимо него, он кличет по имени, и если тот откликнется на зов, то арçури подбегает к нему, поднимая треск по лесу, схватывает его и съедает. Чуратч. Ц. Арçӳри вăрманта пурăнать. Вăл хĕр ачасем арçын-ачасемпе вылясассăн пулнă ачаран пулать. Хĕр ача çуратсан, çынсенчен намăс тесе, час-часах ачине вĕлерсе, çынсем сисеччен, пĕр-пĕр çырмана пăрахаççĕ. Хыпаланса вĕсем ачи çине пĕр тăпра пĕрчи те пăрахмаççĕ. Çавăнпа вара: тăпра сапманшăн, кĕлтумасăр вилнĕшĕн, тата хăй ачине хăй вĕлернĕшĕн, çав ача вăрмана кайса арçӳри пулат. Хăйне пăрахнă кун çав арçӳри кăçкăрса çӳрет, тет. Ар-çӳри живет в лесу. В арçӳри обращается ребенок, который родится в том случае, если девушки играют с юношами. Когда девушка родит, то, из стыда перед другими, часто убивает ребенка и бросает его тайком куда-нибудь в овраг. Второпях девушки (оставляют ребенка), не бросив на него ни одной порошинки земли: Поэтому ребенок, так как его не посыпали землею и не отпели, и так как мать убила свое родное дитя, уходит в лес и обращается в ар-çӳри. Говорят, что в тот день, в который его бросили, ар-çӳри ходит и кричит. СТИК. Чăвашсем каланă тăрăх (руссицизм) арçурри çынна питĕ кăтăклат: хăй ахăлтатат, хăй кăтăклат. Арçуррие вĕлерсен ун пĕр тумлам юнĕнчен тата арçурри пулса тăрат. Арçурри вăрманта пурăнат. Пĕрре пĕр çын арçуррие каçпа уйăх çутипе вăрман тăрринче çăпата туса ларнине курнă. Ун аллинче пĕр турат, тет, шĕшлĕ вырăнне. По словам чуваш, арçурри щекочет людей: сам хохочет, а сам щекочет. Если убить арçурри, то из каждой капли его крови нарождается новый. Арçурри живет в лесу. Однажды один человек видел вечером, при свете месяца, как арçурри сидел на дереве и плел лапти. В руке у него был, вместо кочедыка, сучек. Собран. Тата пысăк вăрмансенче ар-çурри пур, теççĕ. Вăл тĕклĕ, тет. Унăн пуçĕ пысăк, теççĕ, куçĕ вир пĕрчи пек кăна, теççĕ. Вăл çынна курсан: „Катьтя пар!“ тесе чупат, теççĕ. Вăл вăрманпа тан, тет. Еще говорят, что в больших лесах есть арçурри. Он покрыт шерстью. Голова у него большая, а глаза лишь с просяное зернышко. Говорят, что если он завидит человека, то бежит к нему и кричит: „Дай мне твои зубки!“ По своему росту он, будто бы, ровен с лесом. Арçури вăл вăрманта пурăнать тата вахăчĕ-вăхăчĕпе вăл лупашкара пурăнать. Вăл этем е пĕччен çĕрте пит аптăратать, вăл йытăран пит хăрать. Ăна йытăпа хăвалаттарсан вăл çине (i. е. çынне?) пит йăлăнса чарма хушать. Арçури живёт в лесу, а иногда и в овраге. Он очень одолевает человека, когда последний один, но очень боится собаки. Если станешь травить его собакой, то он начинает умолять человека, чтобы тот отозвал (унял) собаку назад. Якей. Ар-çури вăл хĕсепсĕр вилнĕ çынсенчен полать; вăсам вăрманта порнаççĕ. Вăрманăн тăват кĕтессинчен тăваттăн тохса кăçкăрса пĕр çĕре похăнаççĕ. Вăсам „онта кама, хăçан, хăш вырăнта хăратмаллине шотлаççĕ. Арçури çынна вĕлермест, анчах хытă хăратать. Люди, умершие неестественною (чувашин перевел: „ненормальною“) смертью обращаются в арçури; они живут в лесу. Четверо их выходят из чеырех углов леса и с криком сходятся на одном месте. Там они совещаются о том, кого, когда и в каком месте пугать. Арçури не убивает человека, а только очень пугает. Шерче-к. Арчури (ita tribus locis scr.) вăл питĕ хăратакан япала. Вăл усал сывлăш. Вăл сарăмсăр вăрманта пачăшка умăнче çылăхине каçарттармасăр, турă юнне сыпмасăр вилнĕ çынтан пулать, теççĕ. Тата калаççĕ: мĕлле майпа вилнĕ, çавăн пек курăнса хăратать, теççĕ: хĕлле сивĕпе шăнса вилнисем çулла та кĕрĕкпе... (hic non lrgitur) çунапа çӳреççĕ, теççĕ; йăвăç айне пулса вилни пĕрех-маях кăçкăрать, теççĕ; йăвăç каснă чух йăвăç çинчен ӳксе вилни йăвăçсене касса, çĕмĕрсе çӳрет теççĕ. Тата хăш-хăшĕ иртсе пыракан çын ятне каласа хыçран чупать, теççĕ. Ар-çури очень пугает людей. Он — злой дух. Говорят, что он происходит из человека, неожиданно погибшего в лесу, без покаяния и причащения. Говорят еще, что он появляется и пугает людей в том самом виде, в каком погиб: те, которые замерзли зимою, ездят и летом в шубе... и на санях; тот, кого задавило деревом, все время кричит; тот, кто, во время рубки, упал с дерева и разбился на смерть, рубит и ломает деревья. Некоторые бегут за прохожими и кличут их по имени. Ib. Çавăн пек виçĕ-тăватă хут тăварса ячĕ ман лашана арчури. Вара эпĕ шукăшласа илтĕм те ĕлĕкхи аслаттесен сăмахисене, кӳлтĕм лашана сулахая, вара киле тул çутăлнă çĕре лăп çитрĕм. Таким образом ар-çури распрягал у меня лошадь раза четыре. Тогда я вспомнил старинные дедовские рассказы, запряг лошадь на левую сторону, и к рассвету доехал до дома. ЩС. Хĕрсем, арăмсем хăйсен ачисене вĕлерсе упашкана пăрахсассăн вăсем ар çӳри пулаççĕ, тет. Если женщина или девушка убьет своего ребенка и забросит его в овраг, то он обращается в ар-çӳри. Собран. 195°. Ар-çури вăрманта пурăнать, теççĕ. Вăл арçури хĕр ача çуратса пăрахнăстерĕнчен (i. q. пăрахнăскерĕнчен) пулать, теççĕ. Вăрманта арçури кăчкăрнипе илтсессĕн хирĕç кăчкăрма юрамаçть: хирĕç кăчкăрсассăн килсе çисе ярать. Кăчкăрсассăн та тăват-пиллĕк хуччен кăчкăрас пулать, вара ар-çури: „Этем ывăлĕ-хĕрĕ мăшкăлать“, тесе пымаçть, теççĕ. Ар-çури живет в лесу. Говорят, что в ар-çури превращается ребенок, рожденный и брошенный девушкою. Если услышишь в лесу крик ар-çури, то на него нельзя откликаться, иначе он подойдет и съест. Если же откликнешься, то надо сделать это четыре или пять раз; тогда ар-çури скажет: „Это люди передразнивают меня“, и не подойдет. Собран. З77. Ар-çурие шыва май тесен пырат, тет, шыва хирĕç, тесен тарат, тет. Говорят, что если ответишь арçури: „По течению“, то он подойдет, а если скажешь: „Против течения“, то он убежит. (Это неверно, см. выше). Ямбулат. Вăл тата йытăран, вут-кăвартан, тăвартан питĕ хăрать, теççĕ. Говорят, что он (ар-çури) очень боится собак, огня и соли. Перв. Тувси. Арçури кӳлнĕ лашана тăварса ярать, теççĕ. Говорят, что ар-çури распрягает у проезжего запряженную лошадь. Ib. Чăвашсем: ар-çури çыпăçсан çăкăр татăки ун енелле утас (= ывăтас) пулать, теççĕ. Чуваши говорят, что если привяжется (на дороге) ар-çури, то надо бросить в него („в его сторону“) куском хлеба. N. Тăпра çын çине лекмесен ар-çури (scr. ара çури) полать. Если на умершего не попадет земли, он обращается в ар-çури. Сред. Юм. Ар-çӳрин тõмтир пõлать, тет; çав тõмтире тõпса тăхăнсан çынна никам та кõраймас, тет, õ вара таçта япала кĕрсе илме те пõлтарать, тет, пĕр пус õкçа тӳлемесĕрех. Çавăн пик пĕр çын вăт чăртнă (i. q. чĕртнĕ), тет те, çывăрма выртнă, тет. Хăй выртнă чõхне пĕр ар-çӳри пычĕ, тет, ăшăнма, тõмтирне астумасăр хăварнă, тет. Кõ çын çав тõмтире тăхăнса темле макаçăнсĕнчен кĕрсе тавар илсе тõхса тем пик пуйса кайнă, тет. Тулккĕ (тул’к’к’э̆) хывса пăрахма йорамас, тет, õ тõмтире. Çав çын пĕре хõларан таврăннă чõхне пит ăшă пõлса õрапа çине хывса хõнă, тет те, çавра çил пычĕ, тет, вĕçтерсе те, ар-çӳри тõмтирне вĕçтерерчĕ кайрĕ, тет. Çавăнтан вара ĕнтĕ халь никам та топаймас, тет, çав тõмтире. Говорят, что ар-çӳри носит одежду, и если кто-нибудь найдет ее и наденет на себя, то сделается для всех невидимым и тогда может всюду входить и брать товар, не заплатив за него ни копейки. Рассказывают, что однажды один человек разложил костер и лег спать. Пока он спал, к огню подошел погреться ар-çӳри, и ушел, позабыв у костра свою одежду. После этого тот человек заходил в самые лучшие магазины, забирал там товары и страшно разботател. Только, говорят, эту одежду снимать нельзя. Однажды, когда этот человек возвращался из города, было очень жарко, и он снял с себя одежду, оставленную ему арçӳри и положил на телегу. Вдруг поднялся вихрь и унес одежду. С тех пор, говорят, никто не может ее найти. Ib. Ар-çӳри çапăннă. Ар-çӳри çапăнса çынна чирлеттерет, тет. Леший натолкнулся. Говорят, что если на человека натолкнется леший, то человек захворает. V. Магн. 247, 112. С. Богатыр., Ядр. Пошăт каснă чох çак çынсен çывăхĕнчех ар-çори кăшкăрма поçларĕ, тет. Кăшкăрать, тет, хăй этем пек, анчах темиçе тĕслĕ саспа та, тет. Когда они рубили лыки, совсем близко от них стал кричать ар-çори. Он, будто бы, кричит по-человечьи, но на разные голоса. Ib. Пĕрре пĕр çын Шопашкара сотăпа кайнă, тет. Пер вăрмана çитсен каç полчĕ, тет. Пĕр çырма патне çитсен лаша омĕнче арçори шори! кăшкăрса ячĕ, тет те, лаша топах тăчĕ, тет, нимскер тусан та каймасть, тет, малалла. „Чим-ха, эпĕ илтнĕччĕ мĕн тумаллине“, тесе каларĕ, тет, çын. Вара йоман патак касрĕ, тет те, ăна çорса çурăкне савăл çапса лартрĕ, тет. Вара арçори: „Ай-ай, ай-ай!“ тесе кăшкăрма поçларĕ, тет. Унтан вара çын савăлне кăларчĕ, тет те, арçори тарчĕ, тет. Как-то раз один человек поехал в Чебоксары продавать хлеб. Доехал он до леса, и наступил вечер. На краю одного оврага вдруг впереди лошади раздался пронзительный крик арçори. Лошадь остановилась, как вкопанная, и ни за что не хотела итти вперед. „Постой-ка!“ сказал человек: „я слышал, что тут надо сделать!“ Он вырубил дубовую палку, расщепнул ее (с конца) и забил в расщеп клин. Как только он это сделал, арçори закричал: „Ай-ай! ай-ай!“ Тогда человек вынул клин, и арçури обратился в бегство. Панклеи. Ар-çури вăл вăрманта çапса пăрахнă çынсанчен полать, тет. Говорят что в „арçури“ обращаются люди, убитые в лесу. Хорачк. Арз’уϱи вы̆л п̚олны̆ без время (siс!) вилнэ̆ с̚ын. Арз’уϱиы полза. С’олда лы̆кра хы̆н’џа вилнэ̆ ҕон т̚оҕат. Арçури — человек, умерший безвременно (т. е. неестеств. смертью). Он обратился в арçури. Ежегодно, в день своей смерти, он показывается (на свет божий). — У М. Ваçильева ар-çури указывается в числе божеств 7-го разряда. || Convicium est in puellam non satis verecundam. Переносно „ар-çури“ означает женщину, похожую в своем поведении на мужчину, нескромную. Череп. Ку хĕр чисти ар-çурри! Эта девка большая безобразница! (ведет себя без скромности, свойственной ее полу). СТИК. Ахтар! арçурри-ĕçке çав! Ах, какая безобразница! || Сред. Юм. Ар-çӳри пик çõхрать. Кричит как „арçӳри“. Так говорят о том, кто очень кричит (пит çõхракан çынна калаççĕ). Абыз. Ар-çури пек сиккелесе çӳрет. Прыгает, как ар-çури (говорят об отчаянном. Çĕн-Кипек. „Вăл (хĕр-ача) арçури пек (арçын ача пек), тĕр тума та пĕлмеçть.“ Она (девушка), как ар-çури (как парень), и вышивать-то не умет. Некоторые говорят, что ар-çури — женщина, высокая, с большими грудями, с волосами до земли. Cf. Paasonen, Csuvas Szójegyzе́k, 5. Ст. Чек. Пăхрăм çул çине. Темĕскер çӳлĕ те хулăн çул çинче тăрат. Хĕр-арăм евĕрлĕ, пĕвĕ ман икĕ пӳ чухлĕ, хыçĕпе ман енелле тăрат, çӳçĕ ура тупанĕ таранчченех. Эпĕ вăл тăнă тĕле çитесси пĕр вунă хăлаçа яхăн юлса чарăнтăм. Мана хай япала ятпа чĕне пуçларĕ. Сасси хăйин ман салтакра вилнĕ юлташ сасси пек. Эпĕ чĕнмерĕм. Виçĕ хуччен чĕнчĕ. Унтан ман еннелле çаврăнчĕ те, ман патмалла ута пуçларĕ. Чĕччисем пăтавкка пек. Эпĕ турра асăнтăм та, виçĕ хут сăх-сăхрăм та яра патăм патакпа. Вăрман шăттăр-шаттăр, шăттăр-паттăр тăват; йывăçсем ӳксе пыраççĕ. Хай япала йывăçсене хирсе вăрман ăшне кĕрсе карĕ. Нумайччен шăттăр-шаттăр, шăттар-паттăр туни илтĕнчĕ. Эпĕ турра сăх-сăхрам та, виçĕ çухрăм вăрмантан тухачченех чупрăм. Хам курнинчен хам тĕлĕнетĕп. Çав арçури мар-им ĕнтĕ? Я посмотрел на дорогу. На дороге стояло что-то высокое и толстое. [Это существо] было похоже на женщину; ростом оно было выше меня вдвое; оно стояло ко мне спиною, и его волосы доходили до пят („до подошв“). Когда между мною и им оставалось около десяти сажен, я остановился. Существо стало звать меня по имени. Голос его был похож на голос моего товарища, умершего в солдатах. Я молчал. Оно назвало меня трижды. Потом (женщина) обернулась ко мне (лицом) и пошла ко мне. Груди у нее с пуловку (малёнку). Я помянул имя божие, перекрестился трижды, да как швырну палкой. Лес затрещал, деревья стали ломаться и падать. Существо скрылось в лесу, ломая (на пути) деревья. Долго слышен был треск по лесу. Я перекрестился и пустился бежать. Бежал я З версты, до тех пор, пока не выбежал из леса. Я и сам дивлюсь тому, что мне (пришлось) увидеть. Неужели это не ар-çури? Ib. Пĕр çын вăрмана лашине кайса янă, тет. Вăрманта çиме пит аван пулнă, тет. Çын килелле кайсанах вăрмантан арçури тухнă, тет те, лашана утланса кустарса çӳренĕ, тет. Лаша каçхине хап-хура шыва ӳксе тавăрăннă, тет. Хырăмĕ çатан (или: кĕççĕ) пек пĕрĕннĕ, тет. Çын тепĕр кунта çавăнтах кайса янă, тет, анчах хăй вăрман (йывăç) айне выртса лапшне куçласа тăнă, тет. Пычĕ, тет, лаша патне арçури. Утланчĕ, тет те, лаша çине, ну кустарса çӳрет, тет. Çын лашине вăрмана хăварса киле тавăрăнчĕ, тет те, ват çынсене каласа пачĕ, тет. Ват çынсем ăна лашин утланакан вырăнне сăмалапа сĕрсе яма шухăш пачĕç, тет. Тепĕр кун çын лашин утланакан çĕрне сăмалапа сĕрсе ярат. Арçури малтанхи пекех лаша çине утланчĕ, тет те, кустарса çӳрерĕ, тет. Каç пулсан арçури лаша çинчен анма пикенчĕ, тет, анчах кучĕ çыпăçса кайнă, тет. Лаша килелле ута пуçларĕ, тет. Хире тухрĕç, тет. Арçури çул тăрăх: „Хире тухсан хир кулли, яла кĕрсен ял кулли!“ тесе макăрат, тет. Арçури макăрнине итлеме пĕтĕм ял пухăнчĕ, тет. Лаша хуçи, лаши карташне кĕрсен, арçурие лаша çурăмĕ çинчен антарчĕ, тет те, хӳринчен тытса тикĕтленĕ пушăпа кутĕнчен: „Ан утлан! ан утлан ӳлĕмрен лаша çине!“ тесе каласа, çаптарчĕ, тет. Арçури çавăнтан вара лаша çине утлану пулмарĕ, тет. Один человек пустил в лес лошадь. Корм в лесу был хороший. Как только человек ушел домой, из леса вышла арçури, села на лошадь и пустилась на ней скакать. Вечером лошадь пришла домой вес в поту. Брюхо у нее до того сморщилось, что стало похоже на плетенку (или: на войлок). На другой день человек пустил лошадь туда же, но только сам лег под деревом и смотрел за лошадью. Пришла к лошади арçури, села на нее верхом, и ну скакать. Человек оставил лошадь в лесу, воротился домой и рассказал (о случившемся) старикам. Старики научили его намазать то место у лошади, где садятся верхом, смолою. На другой день он так и сделал. Арçури попрежнему села верхом на лошадь и пустилась скакать. Когда наступил вечер, арçури стала слезать с лошада, [но не могла], потому что задница пристала к лошади. Лошадь пошла домой. Выехали в поле. Арçури едет и плачет: „В поле выехала — посмешище полю, в деревню въеду — посмешище деревне!“ Вьехали в деревню. Арçури и здесь плачет и приговаривает: „В поле выехала посмешище полю, в деревню въехала посмешище деревне!“ Вся деревня собралась послушать, как плачет арçури. Когда лошадь вошла во двор, хозяин ее стащил арçури с лошади, схватил за хвост, взял намазанный дегтем кнут и давай пороть! Сам порет, а сам приговаривает: „Вперед не езди верхом! Вперед не езди верхом!“ С этой поры ар-çури перестала садиться верхом на лошадей. Ст. Чек. Арçурри чĕччисем мишук пек вăрăм, тет, çӳçĕ ура тупанĕнченех, тет. Чупса кайнă чухне ланк, ланк, ланк, ланк (scr. ланк, ланк, ланк, ланк) туса пырат, тет. Йăт-качăкаран, пушăран арçурри вăл хăрат, тет; пĕрре хĕнесе е касса тумлаттарнă тумлам юнĕнчен темĕн чухлĕ пулать, тет. Ята пĕлет. Шыва хирĕç çын патне пымас, шыва май пусан (= пулсан) час çитет. Çынна тытсан кăтăкласа вĕлерет те, шăлĕ малтине (Iеgе: малти шăлĕсене) кăларса илет. — Шыва хирĕç-и, шыва май-и? — Шыва хирĕç, шыва хирĕç! Груди у ар-çурри длинные, как мешки, а волосы до подошв. Когда она бежит, то груди так и болтаются. Ар-çурри боитоя собак и кнута; если ее прибить или порезать, так чтобы капнула капля крови, то, говорят, из одной капли сделается несметное множество (ар çурри). Она знает имя (человека). Она не подходит к человеку против течения, а если случится по течению, то настигает его очень скоро. Поймав человека, она щекочет его до тех пор, пока тот не умрет, и вынимает у него передние зубы. [Арçурри спрашивает:] „Против воды или по воде?“ [Человек должен отвечать:] “Против воды, против воды!“ Ib. Каттине пар! Дай зубки! [говорит ар-çурри]. Ib. Çăмкка! йăтту пур-и? пушу пур-и? — Пур, пур! Кил-ха кунта, ак парса ярап! Семён! есть у тебя собака и кнуг? — Есть, есть! Иде-ка сюда, я вот тебе дам!

ара

(ара). Coniunctio adversativa: at. Союз, выражаюший возражение, полное несогласие говорящего с тем, что ему пришлось услышать от своего собеседника, а также несоответствие наблюдаемого явления с тем, чего ожидали или хотели, или с тем, что должно было быть, или же с теми воззрениями, какие имел на тот или иной предмет говорящий. Нередко „ара“ начинает собою предложение, в котором высказывается указание ни некоторую как бы неуместность вопроса, заданного собеседником, причем самое дело выставляется настолько простым, что как бы не нуждается в разъяснениях; или же ставится в начале слов, которыми указывают на неуместность поступка или заявления, а также на отсутствие для него разумных оснований. Иногда союз „ара“ сообщает речи оттенок удивления, недоумения и вообще делает речь более оживленною. Букв., 1908, 19. Акка! ĕне пăрулама выртнă, кĕвелĕк парса яр-ха мана, тесе ыйтать, тет. — Ара, те пăрулама выртна халĕ вăл, те ахал, выртнă. Сестрица! (так обращается чувашка к женщине старше себя возрастом, если они обе выросли в одной деревне) у меня хочет телиться корова, дай-ка мне немножко закваски [сметаны (йӳç хăйма) или турăх, чтобы заквасить молоко]. — А неизвество еще, хочет ли она телиться, или просто так легла. В. Олг. Воç кĕпе çапат ара; кĕпе çумалла-и паян?! Да (ды̆) вон она белье колотит; разве сегодня моют („следует мыть“) белье?! N. Ара ăна çĕртен илнĕ, çĕре пытарса пăхам-ха. Да (что же я раздумываю-то) ведь это взято от земли, попробую-ка я зарыть его в землю Reguly, 521. Вăл исе кайни (i. е. кайнă-и) ара, эс она ятлатăн? Вăл исе кайман. Да разве это он взял? Зачем ты бранишь его? Он не брал („не уносил“). Ib. 524. Ара мен полĕ онта кайнăшăн? А что будет, если туда сходить? („за хождение туда“), т. е. не будет никакого наказания. Ib. 524. Ара айта кайăпăр, мĕн полĕ. Ну так что же? Идём, что будет. Ib. 522. Ара ма тавăрнтăн? Что же это ты вернулся? (или: зачем же ты вернулся?). В. Олг. Ара, кона хопма та астуман эпĕ! Смотри-ка (или: представьте), я даже забыла („не припомнила“) ее затворить! КС. Ара, эпех каларăм пать-и-ха (= пулать-и-ха)? Неужели действительно я сказал (это)? [букв.: „А что („и-ха“), неужели („ара“) выходит так, что („пать“) действительно („ех“) я сказал?“] (недоумение). Ib. Кам арă апла сăтăр турĕ пулать-ха ăна? Кому же это нужно было повредить его („кто же это, выходит, так повредил его?“) (недоумение). Ib. Ара çаннуна чĕртĕн тем! Да (ды̆) ты, я вижу, разорвал себе рукав! (неожиданность). В. Олг. Ста ара мĕнĕ, сăкманĕ? Где же это тот, как бишь его, кафтан-то? (сказал человек, ища кафтан и не находя его). Тоганаш. Эс мĕскерле çын ара? Что ты за человек? (т. е. странный чел.). Ходар. Ара эсĕ мĕскерле çын?! Мĕн хăтлантăн капла? Что ты за человек?! Зачем ты это сделал? Подгорное Ц. Ара, Иван, ма каласа (калаза) итлеместĕн-ха эсĕ? Что же это ты, Иван, не слушаешься? Микуш. Вара пĕри астуса каларĕ, тет: „Ара пирĕн чĕреп юлнă вĕт; атьăр-хă, ăна кайса чĕнер.“ Тогда один из них вспомнил и сказал: Да ведь у нас (еще) остался еж; идемте-ка, призовемте его.“ — Череп. Эпĕ ăна чĕннĕччĕ-çке ара! Да ведь я его звал (и мне непонятно, почему он не пришел). КС. Кĕнекене шырарăм-шырарăм, тупаймарăм. — Çантах пулĕ ара, шыраса пăх-ха татах. Я искал, искал книгу, и не нашел. — Да (ды̆) она, чай, тут же; поищи-ка еще. Ib. Ма чармарăн эсĕ ăна? — Ара асăрхаймарăм-çке эп ăна! Почему ты его не остановил? — Да ведь я его не заметил! Ib. Ара хăçан каларăм эп сана: „Ан кай“, тесе? Когда же [или: да (ды̆) когда же] я говорил тебе, чтобы ты не ходил? Ib. Эс мĕшĕн ăна вун-çичĕ пус анчах патăн? — Ара хамăн пулмарĕ-çке манăн! Почему ты дал ему только 5 коп. (17 коп. на ассигн.)? — Да (ды̆) у меня у самого не случилось (денег)! Ib. Çтан ара ăна асăрхаса çитеретĕн! Да (ды̆) где все эта заметишь! Ib. Паян хăнасам пурте килчĕç, кĕрӳсем килмерĕç; хытă каланăччĕ-çке-ха ара вăсене! Нынче все гости приехали, а зять (с женою) не приехал; а ведь, смотри, я им крепко наказывал (чтобы приезжали). Ib. Кунта-ç ара кăсам! Да (ды̆) вот где они! Ib.? Вăсем вырсарни-кон та ĕçлеççĕ тем ара! Да (ды̆) они, оказывается, и по воскресеньям работают! Ib. Санăн укçу-тенкӳ пур, тытăн сут тума. — Çапла та ара, тытăнма хăрап çав! у тебя деньги есть, примись торговать. — Да (ды̆) это так, но дело в том, что я боюсь приняться (за торговлю). Ib. Ухмах та ара апла тăвас çук. Да (ды̆) так (т. е. этого) и дурак не сделает! Ib. Ма суятăн? пурччĕ-ç ара! Да (ды̆) ведь было ([араб сăмахĕ]), что ты врешь, (что не было)? Ib. Ара, манах айăпа кăларатăр тем! Да (ды̆) вы, кажется, действительно меня обвиняете! (или: да вы как же это, неужели меня обвиняете?). Ib. Эпĕ урăх çĕре кайнă пулĕ, тесе; кунтах тем ара. Я думал, что он ушел (куда-нибудь) в другое место, а он, оказывается, здесь же. Ib. Эп: халăх саланнă пулĕ, тесе; саланман тем ара. Я думал, что народ уже разошелся, а он, оказывается, еще не разошелся (удивление). Унтан çиме тесе, (ашне) илнĕ, тет те, шăмми анчах, тет. „Ара ку тĕлĕкре çинипеле те пĕтет-ĕçке“, тесе тĕлĕнчĕç, тет, вара вырăспала тутар. Потом они взяли мясо, чтобы поесть его, но от него остались только кости. Русский и татарин удивились и сказали: „Представьте, оно исчезает даже и оттого, если его едят во сне!“ N. Ку ларчĕ, тет те, каларĕ, тет: „Часрах уçăр хапхана!“ тесе каларĕ, тет. Пичĕшĕсем калаççĕ, тет: „Ара, ухмах, лашасăр çуна каять-и?“ тесе калаççĕ, тет. Он сел (в незапряженные сани) и сказал: „Отворите поскорее ворота!“ Его старшие братья говорят ему: „Что ты, дурак! разве сани поедут одни, без лошадей? Микуш. Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрать, тет. Ларсан-ларсан ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шартах сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет. — „Ара мĕп пулчĕ сана!“ тесе ыйтрĕç, тет ларакансем. Однажды таким образом в одном доме сидели ночью и работали; спала только одна старуха. Сидели, они сидели, вдруг старуха принялась мычать. Все вскочили в страхе. Старуха мычала недолго, и проснулась. Сидевшие в избе спросили ее: „Что ты, что с тобою сделалось?“ Ашшĕ каларĕ тет: „Ара, ачам, кăна кама çиме илсе килтĕн эсĕ? ара ку пĕтĕмпе шăна кăмпи-çиç. Отец сказал ему: „Что ты, сынок! кому ты принес их (т. е. эти грибы)? ведь это одни мухоморы!“ Ара эсĕ намăсă та пĕлместĕн тем! Да (ды̆) ты, повидимому, и стыда не знаешь! Ib. Ара, ачам мĕн хăтланатăн эсĕ. Что ты делаещь, дитя мое? (говорят детям, когда он делают что-нибудь предосудительное и пр.). Сред. Юм. Ара õ, Йаппун паши, çĕмрет те çĕмрет-çке (= çĕмĕрет-çке) õ! Смотри-ка ты, что он японский-то царь, делает: бьет да бьетI (Удивление и страх). || In quaestionibus quoque ponitur. cum de re aliqua parum nota plura volunt cognoscere. В вопросах также выражает желание получить более точные сведение о предмете или ближе ознакомиться с предметом. КС. Паян пĕр хĕре Йăванккă хĕрĕ тесе кăтарттăрĕç те, çавах-ши ара вăл? Сегодня мне показали одну девушку и сказали, что это дочь Иванки; но действительно-ли она эта самая? („ши“ выражает здесь сомнение, неуверенность, колебание при разрешении вопроса). Ib. Паян уччиттĕл çĕре хĕвел тавра çавăрнать тесе каласа кăтарттăр те, çаплах-ши ара вăл? Сегодня учитель рассказывал о земле, что она вертится вокруг солнца; но действительно-ли это так? Ib. Паян ман аккасам патне карăм-ха эп. = Пурте сывах-чи (т. е. -чĕ-и) ара? Сегодня я ходил к тетке (см. мăн-акка; см. Оп. чув. синт., I, 66). Ну, что (или: а что). все-ли (там) в полном здоровьи („были вполне здоровы“) Ib. Йăван çĕвĕç çак ялта пурнать, терĕç те, çак ялтах-ши ара вăл? Сказали, что портной Иван живет в этой деревне, но действительно-ли он в этой деревне? Череп. Кунта пулă пур-и? Есть-ли здесь рыба? Ib. Кунта пулă пур-и ара? А что, здесь есть рыба? (т. е., я не знаю, разъясни мне; так спросят, напр., когда подходят к озеру и желают ближе познакомиться с его свойствами, или когда видят человека, который ставит на озере рыболовные снасти). КС. Кунта пулă пур-ши ара? А что, здесь есть рыба? Так спросят, напр., когда ловят рыбу в неизвестном месте, при чем вопрос может заключать в себе: 1) неуверенность в начале ловли, 2) сомнение, 3) недоумение (если рыба не ловится). Ib. Кашкăр куртăм! Кашкăр куртăм! — Тĕсĕ кăвак-и ара? Я видел волка! Я видел волка! — А что, шерсть („масть“)-то у него серая? В этом вопросе, смотря по интонации, может заключаться или недоверие, или насмешка, или простое желание получить более подробные сведения о предмете, который видело другое лицо. Ib. Майри чăвашран пулнăскер, тет. — Чăвашла пĕлет-и ара. У него жена-то, говорят, из чуваш (т. е. чувашка, переделавшаяся на русскую стать). — А знает-ли она по-чувашски (или: а что...). Череп. Аçу Чĕмпĕре каят-ши. Разве твой отец поедет в Симбирск? („ши“ указывает на то, что поездка представляется говорящему сомнительной, невероятной). Ib. Аçу Чĕмпĕре каятах-и ара? Разве твой отец действительно едет (или: решил ехать) в Симбирск? Чире ертним (= ертĕн-им) ара? Ты что же, разве болезнь получил? Ма эсĕ апла сурчăкпа чуста çăратăн? сирĕн шыв çук-и-мĕн ара? тенĕ. Он спросил: „Что это ты месишь тесто на слюнях? а разве у вас воды-то нет“? Б. Олг. „Эп пĕлмен“, тет, „инки“, тет, „той полассине. Камăн ара?“ тет. „Я, тетенька, не знала, что будет свадьба. У кого же это?“ спрашивает она. В. Олг. Хоçи пор-и? — Пор. — Ста ара? — Лаçра. Хозяин дома („есть“)? — Дома. — Где же? — В лачуге. Тоганаш. Минчен ара çавсам? А сколько их? (т. е. этих людей). Ib. Кам ара онта? Кто это там? Çав çын вăл пулчĕ-и ара? Разве это был он? Тоганаш. Çав çын полмари (i. q. полмарĕ-и) ара вăл? Разве это был не он? || luncta imperativo stomachum quendam significare solet. С повел. накл. выражает досаду, недовольство. Б. Олг. Хакне пĕр ластăк пăрахсам ара, эп вара пĕр-икĕ пăт илетĕп паранкăна. Да (ды̆) ты (или: а ты) уступи малость, тогда я у тебя куплю пулика два картошки-то. КС. Атясам ара! А ты идем! (досада на медлительность). Ib. Ан тивсем ара! Да ты не трогай. Ib. Тухсам ара! Да ты выйди! Ib. Килсем ара! Да ты иди сюда!
Во всех вышеприведенных примерах в Ст. Чек. и окружающих селениях употребляется „вара“. || Eadem particula in responses quoque adhiberi solet, quibus praecedentis quaestionis sententia confirmatur. Иногда выражает подтверждение того, что содержится в предыдущем вопросе. Ходар. Эсĕ çара-çунапа çта (ста, шта) каятăн? вăрмана каятни? — Ара. Ты куда едешь на дровнях? в лес? — Да. Ib. Вăрмана аçу каять-и? — Ара. В лес поедет твой отец (est-ce ton pere qui etc)? — Да. Ib. Аçу вăрмана ыран каять-и? — Ара. Твой отец поедет в лес завтра (est-ce demain que etc.)? — Да. Череп. Ара, çапла пулмасăр, çапла çав. Конечно так.

араслан

(араслан), se propagare (de satis et arbustis), maius fieri (de vulnere); aggravescere, ingravescere (de morbo). разростаться (о растении); увеличиватьея (о ране); усиливаться (о болезни). СПВВ. ПВ. Якĕй. Пирĕн хăмла пĕр çолтах арасланса карĕ. У нас хмель разросся в один год. СПВВ. ВП. Арасланса кайнă туратлă-туратлă. Ст. Чек. Алă çинчи йĕпе кăрчанкă арасланса карĕ. Мокрая чесотка на руке заняла большее пространство. КС. Тимĕре (i. q. тимĕрев) йăлт арасланса карĕ. Лишай (болезнь) сильно разросся, запял большое пространство. СПВВ. Суран арасланса кайрĕ. Язва (или рана) увеличилась. Сбор. по мед. Вăл чир ерри-еррипе арасланать. Эти болезнь усиливается мало-помалу. Ib. Чирĕ пит хăвăрт арасланать. Болезнь быстро усиливается.

аре

i. q. (то же, что) ара. N. Вырăс çак пупа курсан: „Аре ку хайхи эп леçекен пупах вĕт!“ тесе, чĕрĕ пупах вăрттăн чупса пырса тытрĕ, тет, те... Когда русский увидал этого попа, то сказал: „Да ведь это тот самый поп, которого я тогда отнес (и бросил в овраг)!“ — и, подбежав к нему так, чтобы тот не заметил, схватил его живого. Ib. Упăшки каланă: „Мĕн тăвасшăн тата апла эсĕ?“ тенĕ. Карчăк каланă: „Аре мĕн тăвасси-мĕнĕ? — эсĕ пĕр пупа кайса чĕнсе кил, унта вара эпĕ мĕн тумаллине хам пĕлĕп“. Муж сказал: „Что же ты это хочешь еще сделать?“ Старуха сказала: „Чего что? — ты вот ступай и позови какого-нибудь попа, тогда я сама найду, что надо сделать.“

арăк

(ары̆к), i. q. аркă, подол, нижний край одежды (СПВВ, Тюрлем. и др.). V. аркă. Тюрлем. Пĕр арăк паранкă çĕклесе килтĕм. Я принес подол картофеля. Собран. 1З°. Пирĕн тӳррине илекен арăк тулли чул тыттăр. Пусть тот, кто возьмет за себя ту девушку, с которою я дружен, держит полный подол камней. Латышева. Ачине арăк çине хурать. Она кладет ребенка себе на колени („на подол“).

арăм

(ары̆м), mulier, замужняя женщина. Ст. Тек. Çавăн чухне пĕр арăм урамра кăшкăрса йĕрсе çӳренине куртăм. Тогда я видел женщину, которая ходила по улице и плакала. Якей. Микколай арĕм (арэ̆м) пек ялта чипер арăм çок. Во всей деревне нет такой красивой бабы, как Николаева жена. Именево. Арăм çук-парăм çук, хуньăм çук-хуйхăм çук. Нет жены — нет и долгов, нет тестя — нет и забот. || Uxor. Также означает жену. Изамб. Т. 24°. Арăмăран (i. q. арăмран) хампа пĕрле ултă çулхи хĕр ача юлчĕ. При мне осталась от жены шестилетняя дочь. Якей. Старикăн ĕлĕкхи арăмĕнчен пĕр ачапа пĕр хĕр полнă. У старика было двое детей от прежней жены: сын и дочь. С.-Iанькина. † Икĕ çĕр манитпе мĕн тăван? — Икĕ арăм илмешкĕн. — Икĕ арăмпа мĕн тăван? — Пĕри вырăн сармашкăн, тепри ура салтмашкăн. На что тебе двести рублей? — Чтобы купить двух жен. — На что тебе две жены? — Одна — постилать постель, другая — разувать. Якей. † Пирн те килте арăм пор, масмак çок та сорпан çок. И у меня есть дома жена, но у нее нет ни масмака, ни сурбана, т. е. варли пор, есть любовница, подруга. Шорк. Манăн арăм тени халь те толта тăрать-ха. Моя женешка все еще на дворе стоит. Ст. Чек. Манăн аттен ĕлĕххи арăмĕнчен пĕр тетепе икĕ-акка пур. От прежней жены отца у меня есть один брат и две-сестры, все старше меня. Йăвăр çын арăм, беременная женщина. V. матка.

арăмлă

(аны̆млы̆), qui habet uxorem, женатый. Шарбаш. Çак ял хĕрне астарсан пĕр арăмлă полас çок. Если мы развратим девушек из этой деревни, то нам не быть женатыми.

арăм ту

(т̚у), uxorem ducere. Maritare aliquam. Взять в жены. Сделать замужней. Уна хăне валли арăм тунă, тет. Женился на ней. Ст. Чек. Качча илсе арăм тунă. Б. Олг. Каран пер мочи панче порнса-порнса хамăр пичия алантарчĕ мочи, вонсаккăр çолхискере, пĕр хĕре исе кисе (к̚изэ) парчĕ, арăм турĕ. Пожили мы у дяди, и он женил моего старшего брата (последнему было тогда 18 лет), привез ему невесту, повенчал их. Якей. † Хĕртен арăм турăмăр. Из девушки мы сделали (ее) замужнею.

арăш-пирĕшлен

(-л’эн’), арăш-пирĕш ту, nugari, говорить о пустяках. Икково. Ку çын тек посттой арăш-пирĕшленсе ларать ним тума аптраса кирлĕ мар сăмахсене калаççа ларать, т. е. этот человек (от безделья) все болтает о пустяках. Вурман-к. (Цивил. вол.). Кӳрĕшсем хĕлле полсан арăш-пирĕш тума пĕр-тĕрин патне поçтарнаççĕ. Зимою соседа собираются друг у друга, чтобы поболтать о вcякой всячине.

аркаслан

(аргаслан), corrumpi? испортиться? СПВВ. АС. Пĕр-пĕр япала аркаслансан ниепле майлама хал çук. Если вещь испортится (?), то ее никак нельзя бывает наладить. || Malum, improbum, protervum fieri, „стать злым, озорным“. Князь-Тенякова.

çиелти аркă

(с’иjэл’ди — ), pannus angustus, qui ambit extremitatem inferiorem vestis muliebris paulo supra ipsam oram. Изамб. Т. 107. Кĕпен пĕвĕ пĕтеччен пĕр шит çӳлерех çиелти аркă пĕрсе тытаççĕ. Когда стан рубахи еще не сшит, на четверть выше (края подола) пришивают верхнюю оборку со сборами.

кай

(каj), итти, пойти; уйти; ехать; бежать; катиться; подвигаться вперед. К.-Кушки. Ăçта каятăн (ăçта каян)? Куда идешь? IЬ. Ăçта кайрăн? Куда ты ходил? (Откуда ты идешь?). СТИК. Ăçта кайнă-ши ку? Куда это он ходил? IЬ. Ăçта кайнă иккен ку! Куда, чай, он ходил! Бур. † Хĕл-хĕл кайăк хĕл кайăк, хĕл хĕллесе кайсари, ылттăн-кĕмĕл çăмарти йăвине тăрса юлсари. (Сарана). Шурăм-п. № 18. Чăнах та тыр вырма каясшăннисем (желающие итти жать) нумай тупăнчĕç. Сред. Юм. Каятсăн, кай. Если хочешь итти, то иди. Янтик. † Тăваллах та каяр каймаллипе (т. е. быстрее), Кай(ă)ксар хăвине çитмелле. Сред. Юм. Кайсарĕ, кайсарăн, кайсарăр, кайсарĕç. (Различные формы от слова «кай», оставшиеся невыясненными). Янтик. Тем шырать ун патĕнче, кая тăрать ун патне (то и дело к нему бегает). N. Сторовă! Ан кай-ха (постой, остановись), лар çуна çине, калаçăпăр кăштах, терĕ. N. Эпĕр хамăр та çавнашкал — кĕр кайсах, çур килĕпĕр. || О неодушевленных предметах. Альш. Малалла вара тутар ялĕсем каяççĕ унта, Пăвана çитиччен. А потом все идут татарские деревни, вплоть до Буинска. Альш. † Пурт çумĕпе йĕр кайнă, епле маттур хĕр кайнă? || Итти по швам, распускаться (о шве), рваться. К.-Кушки. Сăкманăн çĕвви кайнă. Ст. Чек. Пасар таварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара (рвется). || Убираться, уходить. Ау 67. Кай, кай (араgite), юрру та аван мар иккен, кирлĕ мар! Сред. Юм. Эп кăвак кĕпе илес теп-ха. — Кай, çав кăвак кĕпене, тĕс каяканскере, çын илмĕ. («Кай» здесь показывает не отстранение от себя, а несогласие). || Выражает недоверие. N. Епле сывă çӳретчĕ, вилчĕ. — Кам? Крушша. — Кай! Вăл та вилни? || Притти в движение. Изамб. Т. Чул çĕклекеннипе (регулятор) армана хытă кайсан пусараççĕ. || Длиться. N. Çĕре, уйăрса илсе, сутма ирĕк парсан, нумаях каймĕ (такой порядок продержится недолго), каллех пĕтăм çĕре пуянсем ярса илĕç. || Сторониться. Цив. Кукша: кайăр унтан (сторонись!), тесе, вилес пек кăçкăрса пырат, тет. || Быть потрачену, быть употребляему. Çĕнтерчĕ З6. Емелĕ те ытларах кайрĕ пулас. || Остаться в памяти, в сердце. Самар. † Атьăр, аппа, выляма сивĕ çăл пуçне; сирĕнпелен пĕрле вылясан, каять ĕмĕр тăрăшшĕне. || Прославиться (на далекое расстояние). Юрк. † Çакă эпир выляни-кулни, каяймĕ-ши çичĕ ял урлă? || Иметь сбыт. Н. Яхушк. Ман тавар каймасть-çке-ха (не продается). М. Яуш. Япаласам кайса пĕтсессĕн (если бы распродались), çĕр сум парăтăмччĕ те.. || Проникать. О сохр. здор. Хушăсем тăррине авантарах тума тăрăшас пулать, унсăрăн çăмăр каять унта. || Войти в моду. Альш. Ку чухне хĕрлĕ-çутă кайнă ĕнтĕ кирек кама та. Теперь вошло в моду ярко-красное (о платье). || Быть в обращении. ССО. Вăл кайман укçа мар, каякан укçа, тенĕ. || Сыпаться (об искрах). Ск. и пред. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. || Умереть. Сред. Юм. Кайнă: 1) ушел; 2) помер (гов. в насмешку). || Полететь. Имен. Иван каларĕ: ман ухă питĕ хытă сасăпа карĕ, тет. || Обратиться. Альш. † Савнăях та тăванăмсене эп чуп-турăм: сурчăкăмсем кайрĕçĕ пыл пулса. IЬ. Ĕлĕк вăл Каша тутарĕсем тĕне кĕнĕ пулни, тет иккен те, унтан тата, пĕр вăтăр-хĕрĕх çул çапла çĕнĕ йĕркепе пурăнсан-пурăнсан, каялла тутара каяççĕ, тет. || Сходить (о снеге. пыли и т. п.). Юрк. † Хусан çулĕ, хура çул, хура тусан тăраят, пирĕн пит çумне çыпăçат, ĕмĕр питрен каяс çук, куçран куççӳлли типес çук, алăран тутăр каяс çук. Торх. Рамра юр кайсах пырать. На улице всё тает. || Линять. Пшкрт. Ку каякан йышши некак. Эта (материя), кажется, линяет. || Вскрываться (о реке, весной). Толст. Вазузă çуркунне ир тулса, ир каять. N. Ун чухне-ха çуркунне, шыв кайни те пĕр-икĕ кун анчах. || Гоняться. Толст. Эпир вĕсен хыççăн каяймăпăр. || Упасть пропасть, провалиться. N. † Çĕррĕм кайрĕ Сĕвене, тутăхмасăр ан илĕр. Мое кольцо упало в Свиягу; пока оно не заржавеет, не доставайте. Лашм. † Аслă шывсем тăрăх эп çӳрерĕм, сар туяçăм карĕ авăра (попала в омут). || Проходить (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир (чесотка) час каять (при лечении). Трахома çакланасси вăл часах, каясса анчах час каймасть. || Гореть (о пожаре). Трхбл. Ял каять. Деревня горит. Ib. Ăшша кайнă çынсем, погорельцы. Якейк. Кĕçĕр хĕвеланăçăнче пĕр ял карĕ (был пожар). Сюгал-Яуш. Пĕтĕмпеле пилĕк кил карĕ ун чухне. Всего сгорело тогда пять дворов. || Разгораться. N. Кайрĕ. (Огонь в самоваре) начал разгораться. Альш. Каллах вăйлă кайнă. Каллах çӳле кайнă. (Лампа) опять разгорелась. || Выходить замуж. ЧП. Лупашкари вĕт турпас сикет, сикет — тухаймасть: леш кассенĕн хĕрĕсем каять, каять — каяймасть. Альш. Качча кайиччен (до выхода замуж) иккĕ-виççĕ каяяççĕ-и вара (едва ли побывают) хĕрсем хĕр-сăрие. Зап. ВНО. Каякан хĕртен шăпăр пытаннă. (Послов.). Сĕт-к. Каймалли хĕр, девушка, которая должна скоро выйти замуж. || Пропадать, исчезать. N . Унăн тутăхни кайса пĕтмен. С него не сошла ржавчина. О сохр. здор. Лайăх юн тĕсĕ кайичченех пĕçерес пулать (мясо). Н. Карм. † Ашăм çуннисем, ай, каймарĕ (жажда не утомилась). Изванк. Тата кĕлте кӳнĕ вăхăтра: тыррăн перекет кайтăр, тесе (чтобы пропало изобилие), капан çине кĕмĕл укçа пырса чикеççĕ. || Выстрелить (о ружье). N. Пăшал каймарĕ. Ружье дало осечку. || Раздаваться (о звуке). Чув. пр. о пог. 88. Чан сасси уçă (ясно) кайсан, уяр пулать, тет. || Употребляется в некоторых чувашизмах. Изамб. Т. † Хăй ятне хăй яракан кайрĕ ĕмĕр тăрăшне (т. е. ославился на век). Ст. Айб. † Хĕрсем пĕве кайнă чух (во время роста) сивĕ куçпа ан пăхĕр. N. Мишуткан яшки ун кăмăлне майнă. || В качестве вспомог, гл. Çĕнтерчĕ 35. Çапăнса кайса, сăвлăшсăр пулса хăрлатса выртать. Альш. † Приюм алăк — кĕленче ăлак, ан хуп хытă — çĕмрĕлет. Çĕмĕрĕлме кай, çунсах кайтăр, манăн çамрак пуç çухалат. Якейк. Паян библиотекăра ларарах карăм (засиделся). См. Оп. иссл. чуваш. синт. II, 46, 64 — 67.

кайса ӳк

свалиться. Альш. Шуйттан ачине пĕр-иккĕ пачĕ (ударил), тет те (медведь), леш кайсах ӳкрĕ, тет.

кайса лар

пойти (полететь) и сесть. Б. Нигыши. Ула кайăк пĕр карчăк пуçĕ çине вĕççе кайса ларчĕ, тет.

кая

(каjа), назад, взад, в конец; позднее; моложе. ЧС. Виçĕ пайĕнче пĕр пайне ĕççе-çиме пар, ик пайне кая (пуçтарса) хума пар. (Моленье). Изамб. Т. Эпĕ ăна чи кая янăччĕ. Моя подвода была самая задняя в обозе. Скотолеч. 35. Виçĕ уйăхран кайисем (те, которые моложе трех месяцев) ку чирпе чирлемеççĕ. О землед. Сӳрене кая хăварсан (если запоздаешь с бороньбой), çĕр çиелтен типсе каять. Толст. Атăл каярах каять. Волга вскрывается позднее. || Дешевле. N. Пĕр пăт илес пулсассăн, вĕт вăл пиллĕк çĕр тенкĕ тăрать, унтан кая тупас çук ăна... || Меньше. N. Тăрăшшĕ виç чалăш пĕренерен лартнă пӳрте виçĕ чӳречерен кая касас пулмасть. Орау. Тырă кая тухрĕ ман, ку хуçа тараси лартат пуль (фальшивят). IЬ. Вăл мана кая виççе пачĕ (обвесил). Виçĕ аршăнтан каяскерпе мĕн тăвас унпа? На что он годен, если он меньше (короче) З аршин? || Мельче. Скотолеч. 16. Виçĕ аршăнтан кая чавма юрамаст (яму). || Хуже. КС. Унăн лаши манчен кая мар. О сохр. здор. Мунчаларан тунă тӳшек çаккăн йыш (-йышши) тушекрен каярах пулсан та, çапах сывлăхшăн вăл та аван.

каяш

последки; остатки. Шумш. † Пирĕнтен — каяш — йолашки ларччăр вăрри толаччен. N. Пĕр пăккинчен пыл юхат, пĕр пăккинчен сим юхат, пĕр пăккăнчен (siс!) каяш юхат. Вăл та пулин юрĕ. (Такмак. В другом месте там же: «пĕринчен сим юхат, пĕринчен каяш сăра юхат»). Сред. Юм. Çăра ăсла йôхса пĕтсен, кайран йôхакан ăслана каяш теççĕ. ||Шарбаш. Каяш — испражнение. || Хвост хлебного вороха. Тюрл. Тырă сурсассан, каяш. Альш. Тырă каяшĕ, авăн çапнă çĕрте, тырă сăвăрнă хыççан йĕтем çине юлат. || Последствие, конец. N. Хуйхăна сирсе яр, каяшĕнче темĕн пуласса асăнта тытса тăр. || Минувшее, прошедшее. Ст. Шаймурз. † Малашне-каяшне астусан, шăпăртатса юхат куççулĕ.

кай-юлашки

остающиеся в остатке. N. † Ах атте те, ах анне, питех ан макрăр, кай-юлашки иккĕ пор. (Хĕр йĕрри). Панклеи. † Кайин, кайин Кĕтерин, кай-юлашки су полтăр. ЧС. Çапла выльăхсем вилсе, пирĕн ик-виç сурăхпа пĕр ĕне анчах тăрса юлчĕ. Пурăнсан-пурăнсан, хай кай-юлашки сурăхсем те пулин вилсе пĕтрĕç. Мункачи. Кай-юлашки — подонки, остатки пищи.

кайран

потом, после, впоследствии, наконец. Яргунк. Кайран Иван çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, лешне карĕ (тот выиграл), тет. Скотолеч. 35. Кайрантарах апат çиме пĕтĕмпех пăрахат. Истор. Литовцсем кайран-кайран (в конце концов) тарăхса çитнĕ те, вĕсене пăхăнми пулнă. Регули 358. Вăл он чох тытнăччĕ она, кайран ячĕ. Ib. 1241. Малтан хĕрĕ килчĕ, он хыççăн евĕчĕсем килчĕç; вăлсенчен кайран каччă килчĕ, каччă хыççăн хăнасам килчĕç. Байгул. Кайраи-кайран ытти чăвашла кĕнекесене те илсе паратчĕ. Н. Карм. Укçа ямалла пулсан, кайран та ярăтăмччĕ. Вишн. 74. Кайран çиелтен пĕр вершук хулăмăш вĕт кăрмăк хурас пулать. || Поздно. СТИК. Хăппăл-хаппăл тумланап та, чупса тухап: вăл ачана туласа та пăрахнă, кайран пулчĕ вара (было уже поздно). Ашшĕ-амăшне. Спанипе Алтати, пит намăсланса, ӳкĕне пуçланă, анчах кайран пулнă. Ал. цв. 11. Халь ĕнтĕ санăн мухтавлăху умĕнче хамăн айăпăмшăн ӳкĕнетĕп те, анчах кайран пулчĕ пуль çав. Б. Янгильд. Йĕрлесен йĕрлесен, эпир: шкула кайран çитĕпĕр тесе, пăрахрăмăр та, вар тăрăх утрăмăр. || Кубня. Кайран-кая юлса пырать. Отстает все больше и больше (спутник). || Буинск. Кайран (после родов) юн кайрĕ, вăйран ячĕ. IЬ. Кайран ытлашши пулмарĕ (кровь), вăйран ямарĕ.

Кайри Карташ

назв. улицы в деревне. N. Пирĕн, урамра, Кайри-Карташра, пĕр 60 çула яхăн çитнĕ Муçка старик пурнат.

каю

(каjу), кайăв (каjы̆в), всходы от оставшихся семян. Отава, подрост. Якейк. Ыраш е сĕлĕ вырнă чох тырă тăкăнать, çав тырă капань çăмăрпа шăтат; вăл хăмăлшăнче (= хăмăл ăшĕнче) сĕп-симĕс калча пак ларат. Пазух. Уя тухрăм, ай, уй куртăм, ик сар лаша, ай, вăрçаççĕ, уйри каю, ай, çитменшĕн. N. Кая юлсан, каю шăтать. (Послов.). Орау. Кая юлсан, каю тухат. (Послов.) Сред. Юм. Хĕлле лашин чонĕ çиç каçрĕ, халь йôр кайнăранпа итемре каюра (на подросте) çӳрет те, ĕнтĕ тӳрленчĕ. Изамб. Т. После сенокоса к осени на лугах выростает новая свежая трава, это называется каю. N. Пирĕн кăçал çаранта каю кайнă-çке! Кĕтӳçе пăрусене çитерме çавăнта кайма хушас. Хурамал. Ут çулсан, кайран кĕркуннеччен ӳснĕ курăка каю теççĕ. Хорачка. Вуды̆ с’олзасы̆н каjу т’оҕат. Ау 322°. Утма ятăм кайăва, кайрĕ чăваш хушшине. Сюгал-Яуш. Улăха лайăх каю çине çитрĕмĕр те, лашасене вĕренлерĕмĕр те, пĕр çĕре пуçтарăнса выртрăмăр. Бур. † Утма ятăм кайăва, кайрĕ улăх тăршшине (по всем лугам). А. Турх. Кайăв, 1) отава, 2) всходы от семян, осыпавшихся во время жатвы. || N. Каю, ухвостье?

кайăк

(каjы̆к), дикое животное; дикая птица; дичь; дикий. N. Чӳклемелле кун çунатлă кайăк пусаççĕ: хур ел кăвакал. (Во время моленья гов: «çунатлă кайăкăмпа» Вероятно, прежде приносили в жертву дикого гуся, почему и называют «кайăк»). N. † Çичĕ çунатлă кайăк çитнĕ çĕре çитет пулĕ салтакăн нушисем. СПВВ. ТА. Кайăк юн = кайăк йăви, гнездо. N. Ир тăракан кайăкăн сăмси шорă. Альш. † Шур каякăн çуначĕ çук: çавăнпа варманăн илем çук. N. Çунатлă кайăк вĕçнĕ пек аялалла юр вĕçтерет, саранча ушкăнĕ пек юр хĕвĕнçе анат. Чураль-к. Вĕт хăвара вĕт кайăк. (Пыйтă). || Зверь вообще. И. Седяк. Кайăк, зверь. Макка 22. Аслă вăрман хĕрне пытăр-а? Хура кăтра кайăксене куртăр-а? || Заяц. Юрк. Кайăк — мулкаç. Макка 21°. † Аслă вăрман хĕрне кĕрт хӳнĕ, шур кайăк тухса йĕр тунă. Альш. Çул урлă кайăк каçса кайсан, çул ăнмас (будет неудача). Юрк. † Кайăксем шуралса килнĕ чух, пурсуйăрсене ертсе ан тухăр. || Мышь. Шарбаш. Кайăк. Кошак шаши çынине корсан: кошак шăши тытнă, теме йорамаç, — каяк тытнă, тес полать. Ахальăн кошак шăши тытма пăрахать. (В данном случае мы имеем табу, т. е. словесный запрет названий животных. Слово «кайăк» является «падставным», вместо запретного «шăши»). «Кашкăра корсан: токмак те. (Здесь лежит идея замены запретного слова «подставным», с целью воздействовать на природу называемого зверя, ибо «токмак тесен кашкăрăн хӳри токмак пак йăварланать, тет»). || Дичь, как предмет охоты. Тараево. Старик кайăкра çӳренĕ чух пĕр ылтăн кайăк тĕк тупрĕ, тет. Панклеи. Ачин (парню), кайăкран (с охоты) тавăрнсан, молча кĕрмелле полат. Ib. Эп йăлăмра çичĕ çол кайăк патне çӳрерĕм (ходил на охоту), пĕр кайăк та тытмарăм. НАК. Кайăк хыççĕн çӳре (ходить за дичью). Пшкрт. Каjы̆к хыс’с’ы̆н с’ӧрӓ (охотигься). Ib. Каjы̆к пан’џан кизӓссэ̆н. Iв. Мана да изӓкаjы̆р каjы̆к патн’а (на охоту). || Насекомое. См. уй пăрçи. Сред. Юм. Кайăк — также насекомое (вообще). V.S. Кайăк — букашка. || Общее название, обьединяющее несколько схожих предметов. N. Сӳс тесе йĕтĕне те калаççĕ, кантăра та калаççĕ, сӳс — кайăк вал. || В переносном значении. Якейк. Пирĕн ялта кайăк порнать-ха, епле те полин тытса пĕтересчĕ она (вор, очень хитрый и ловкий, которого поймать трудно). СТИК. Хайхи кайăк сирĕн патăртах-и-ха? (напр. беглый и пр.) IЬ. Сирĕн çĕнĕ кайăк пур, темеççи? (о новорожденном «Выражает вообще что-то тайное, о чем не говорят открыто»).

кайăкла

дикий; дико. Юрк. N. Кайăкла пурăн. МПП. Кайăкла этем — дикарь. N. Сивве тӳсеймен кайăклах ĕнтĕ вăл. || Назв. игры. Сред. Юм. Кайăкла выляс; кайăксĕм пик йăва туса выляççĕ. N. Кайăкла выляни. Пĕр-пĕр аллăм, ик-ик аллăм, виç-виç аллăм, тăват тăваш, пилпĕк пилеш, улттă улса, çиччĕ çилме, саккăр сăлма, тăххăр тăрма, вуннă ваçми. Пурте çĕре лараççĕ; пĕри вĕсене сума тытăнат, пĕр хĕрĕнчен тытăнса, тепĕр хĕрне çитиччен. Хăшне: вуннă ваçми, тесе калат, вăл кайăк пулат; хăшĕ чи хыçала юлат, вăл йытă пулат. Ăрамăн ик хĕррине икĕ йăва тăваççĕ. Пурте тăраççĕ вара çав йăвине. Йăтта юлнă ăрамăн пĕр хĕрринчен тепĕр хĕррине çитиччен хăвалама тытăнат. Вăл йăвине çитиччен хăшне çитсе тытат, вăл та ăна юлташ йытă пулат вара. Вĕсем çапла пурне те тытса пĕтереççĕ; хăшĕ чи хыçала, тыттармасăр, юлат, ăна вара эрттелпе тытса, хăлхине кăшкăраççĕ: а-а-а! тесе. Вара вăйă пĕтет. Çĕнĕрен тытăнаççĕ вара выляма.

кайăкра çӳре

охотиться. N. Пĕр кайăкра çӳрекен çын, охотник. (Сказка).

Кайăксар

назв. тат. селения Баймурзина, М-Яльчик. р. Янтик. † Тăваллах та каяр каймаллипе, Кайăксар хăвине çитмелле; Кайăксар хăвине çитсессĕн, ларса та пĕр канаш тумалла.

Кавал

яз. имя мужч. Рекеев. || Назв. селений, напр. д. Ковалей, б. Алькеевск. в. Тег. у. и др. N. Кавалăн йытти те мана кукка пулат. Все ковалинцы мне дядья по матери потому что моя мать из Ковалей). || Назв. сел. Ковалей, Урмар. р. (По преданию, так звали брата Тупах’а, основателя этого села). N. Кавалпа Тупах çинчен ваттисем ак мĕн калаççĕ: ĕлĕкех пирĕн ял панчи вăрманта пĕр çын пурăннă. Унăн Кавалпа Тупах ятлă ывăлĕ пулнă. Тата усрама илнĕ Вăрмар ятлă ача пулнă. Вăрмар ку çынна каткасем, пичĕкесем тусă пулăшса пурăннă. Ăва Кавалпа Тупах, кураймасăр, усал тунă. Ашшĕ ăна пĕлнĕ те, ывăлĕсене ылханнă, Вармара пиллесе хăварнă. Тупаха: эсĕ пĕртеле-пĕрех юлăн, санăн ăру ни ӳсмĕ, ни сахалланмĕ; Кавала: санăн ару Тупахăнвинчен йышлăрах та, чаплăрах та пулĕ, тенĕ. Вăрмарне: санăй ăру пит ... (конца нет). Изамб. Т. Кавал, Кавал каптăрми, тиркĕ-çăпали хуп татти. (Насмешка над ковалинцами).

кавар

(кавар), уговор. Орау. Пĕр кавар пулчĕç. Уговорились (или: каварланчĕç). Шумш. Чи, чи, чăкăлта, чăкăлта! Чакăлта кавар (уговор) пĕр кавар, пĕр кавар. Йăптăх-йăптăх хархантăр, хăрхантăр. Тимĕр, тимĕр картинче, эс чипер те эп чипер, чăн чиперри çак ача. Городище. Çын каварне килмес. Не поддается совету людей. Ib. Кавара килмес. Не поддается совету. Ib. Аран кавар кӳтĕмĕр. Мы насилу уговорили. Кильд. Вăл аплине апла, анчах эпир унпала акă çапла кавар турăмăр (угозорились). Якейк. Кавар пол, сговориться. Ib. Порте пĕр кавар полса, она çапса прахнă.

каварлă

состоящий в уговоре (с кем). N. Вĕсем пĕр каварлă тăмалла пулнă.

кавринкке

(кавриҥ’к’к’э), коврига. КС. Пĕр кавринкке кулач илес («большой кусок»).

какак

неизв. сл. Урмай. Какак çинче выртнă чӳне пĕр святой килчĕ. (Встреча Ильи Муромца с калеками и его исцеление).

какка

кал, нечистота (детск. сл.). ГТТ. Какка тухайманнипе аптăрарăм, какка хытса ларакан пулчĕ. Сред. Юм. Какка ту, испражняться (детск. выраж.). Изамб. Т. Çавăнпа вăл (она) ачасене, какка тусан, хĕнет. Якейк. Ачам, какка тохмаç-и? Не хочешь-ли а-а? (Так говорят ребенку). Б. Олг. Чăмай-ха, эп какка туса килем! Ib. Какка тохат-ха. Мне хочется испражняться. Сред. Юм. Какка кôтти (кот’т’и) тесе аллăри ачасĕне савнă йоратнă чôхне калаççĕ. || Гадкая вещь. Пшкрт: какка = т’ут’т’у мар, т. е. бяка (детск. сл). Учите детей. Пур паман япалана какка, тет (ребенок). Магн. М. 193. Пĕсмĕлле! Пĕр турă ан пăрахтăр! Тетти йолтăр, какки кайтăр. СТИК. Какка, замаранная вещь, грязная вещь (детск. сл. Это слово усвоено и взрослыми).

кал-кал

(кал-к̚ал), подр. незатрудненному движению. Ишек. Кал-кал пырать. Дело идет как помаслу, ровно без задержек. Орау. Суха-пуç кал-кал пырать (хорошо). || Удобный. N. Ку ана кал-кал, шĕвĕр мар, лаптак мар (квадратобразный, но неправильной формы), сухалама аван. || Просторный. Ст. Чек. Эп Ванюк кĕпине: кал-калтарах пултăр, тесе, сарлакарах çĕлерĕм. || Быстро. СПВВ. МА. Кал-кал — хăвăрт, пĕр чарăнмасăр килни. Ст. Чек. Пуçаха кĕреплепе кал-кал турт. Греби колос быстро, то по одному месту, то по другому. Ib. Кал-кал тĕрт. Толкай отрывисто, чтобы затратить меньше силы (напр. при сгребании снега). N. Каланă чĕлхем кал-кал пултăр. (Из наговора). См. МКП. 134.

кала

говорить, сказать, рассказать. В. Олг. Мĕн калатăн? Что скажешь? К.-Кушки. Хăш чух ик-виç сăмах калан та, пĕтсе те ларат. Скажешь иной раз два-три слова, и конец. Хурамал. Манран каласа пултăр, килме каларĕç: каятни, каймастни. Мое дело только сказать: велели притти, пойдешь или нет (это меня не касается). N. Он пек каламаççĕ пирĕн. Этого оборота у нас (в нашем говоре) нет. N. Эс апла никçан та ан кала (не скажи, не употребляй этого слова; «эс апла никçан та ан калаç», значило бы: «не говори в этом духе»). Юрк. Калама та çук (нечего говорить, что...; разумеется), ку вырăна часах çакланма (попасть) ĕмĕт тăвас çук (нельзя). Ib. † Сарă ачапа выля-выля, аллăм çыххи татăлчĕ. Аннене курсан, ан калăр. Калăсăр, калăсăр, калике (пусть вы скажете), манит парăп, хăтăлăп (избавлюсь от наказания). Трхбл. Пĕрре, иккĕ, вуниккĕ; кам каларĕ вуниккĕ? — Эп каларăм вуниккĕ. N. Эпĕ вĕсем Д. çĕрне каяс тесе каланине (как они говорили о том, что отправятся) илтсеттĕм. Якейк. Эс тем те калăн! Ты скажешь! (т. е. ты выдумаешь не знаю что). Сред. Юм. Калама тытăннă сăмаха каламас, вилме выртсан, час вилмес, тет. (Поговорка). Юрк. Çыруçă, вырăс çырăвĕнче ун пек паллăсене калама вĕреннĕскер, лешсем: «бзав», тесе калама хушсан, малтан ку, вăтанса, каламасăр тăрать (молчит). Изамб. Т. Унăн суккăр арăмĕ ултă ачипе тепле пурăнĕ. — Ан кала та (что и говорить)! ун пек ачасемпе юлакан арăмсĕм нумай пулĕç. N. Ăна паçăрах каламалаччĕ те... Это надо было сказать еще давеча. Сред. Юм. Ман çинчен: о çапла çӳрет (поступает, ведет себя), тесе кала пĕрех (попробуй-ка сказать про меня...), вара туйянан ху валли йыт çимен патакка. Ib. Ман çинчен он пик каланă пол (попробуй-ка сказать так про меня), çӳçна (= çӳçне) пĕр пĕрчĕ йолмиччен çăлса пĕтерĕп! Ib. Калас-калас тенĕ сăмахсĕм порччĕ, тăта çапах чарнса тăтăм. У меня были такие вещи («слова»), которые я непременно хотел высказать, но я удержался. N. Иван эсĕ мана Хусанта пурăнма хăварасшăн маррине килсе каларĕ. Иван сообщил мне, что ты не желаешь, чтобы я оставался в Казани. Регули 517. Вал каларĕ: килеп, тесе. Он сказал, что придет. N. Каласан та, ĕненес çук; вăл çапах та суя мар, чăн пулнă. Трудно этому поверить, и все-таки это правда! N. Уна каласси те çук. Об этом нечего и говорить, сеIаvа sansdire. Качал. Хай сысна тухрĕ ятлаçма: халĕ çатăп (= çиетĕп) сана; миçе калас сана: ан яр, тесе? (сколько раз тебе говорить, чтобы ты не пускал сюда коров?). N. Эп вунçичĕ пус укçа тупрăм! — Ан кала, пуйрăн! N. Кун пек вăрçă пулнине каламаççĕ. Не слышно, чтобы когда-либо была такая война. Карм. † Утçăм анмасть тарăн çырмана, чун тӳсеймест хытă (грубо) каласан. || Велеть, повелеть; советовать. Регули 11. Эп ăна килме каларăм. Я ему велел притти. Ст. Чек. Эп нумай калаçмастăп: пĕрре каласа тунă пултăр. Я долго не разговариваю: раз сказано (приказано), и должно быть сделано. Альш. Никамран ыйтмас-тумас вăл кун, никам каласса пăхмас (девушка): Микула кунĕ кĕвĕ каламала, тет те, утат. N. Епле торах каларĕ-ши мана пор çĕре те çитме! Регули 1069. Апай илме каланăшăн (каланăран) илтĕм. Т. Ку тĕттĕмре малала кайма каламăттăм эпĕ сана. В такую темь я не советовал бы тебе итти (ехать) дальше. Байгул. † Атте каларĕ хĕр пăхма, саррине те, вăрăммине, çӳç хĕрри кăтрине; ури çине пус, терĕ, хĕрне намăс ту, терĕ. Якейк. Тор ан калатăр (не приведи бог) онта порăнма! || Называть; упоминать. Утăм 1928, 76. Чăвашсем те япалана (предметы) пĕр пек каламаççĕ. Николаев. Çулăн пĕр енне калакан вырăн тăваççĕ. Çав вырăнта тăракан ушкăн тепĕр ушкăнтан кама тытмаллине канашласа хурат. Унтан тытма(л)ла ача ятне калаççĕ те, хăвалама тытăнаççĕ. N. Çав çын эпир калакан вырăнта пулнă. || Поучать, насталять. О сохр. здор. Ăна каласа вĕрентекен çук. Его некому научить, на ум наставить. || Полагать, предполагать. Ау 9°. Мана мĕншĕн кун патне илсе килтĕн? эпĕ ху валли тĕр, тесе каларăм, тесе калать, тет. || Играть на музыкальчом инструменте. Собр. † Тăмра илтĕм калама; тăмра кала пуçларĕ, инкесем ташлама пуçларĕç. Альш. Тата тепĕрне калакан шăпăр (под музык. инстр.) пиллесе хăварат, тет (старик, умирая, оставил в наследство третьему сыну...). Богдашк. † Купăс купăс калас пур, пĕр хĕлĕхне татас пур. || Играть т. е. издавать звук (о музык. инструменте). Бугульм. † Кали-калами купăсна калаттарсам лайăхрах. Поиграй-ка получше на твоей кое-как играющей скрипчонке. || Петь (в хороводах). Яптик. † Хурăн-варта хур пусрăм, вăрă тесе ан калăр; вăй пуçласа каларăм, шухă тесе ан калăр. Якейк. Тăхлач, йорлам, мĕн паран? Хреслĕ тенкĕ паратни? Эп илесшĕн каламас (= каламастăп). Альш. † Калăр, хĕрсем, хытăрах, вăй иртесси инçе мар. || Причитать, приговаривать. Макт З4. Качча каякан хĕр каласа йĕрекен сăмахсем. Шинар-п. Акă хăйсем мĕн кала-кала хуйхараççĕ, тет. || Обещать. Хуратл. См. ункай. || Отвечать (урок). Орау. Паян эп арихмеччик каларăм (отвечал). || Быть достаточным, доставать. В. Олг. Тата ху (положи) пĕр ластăк (немножко), каламаст-ха (не хватает на всех). || Стать достаточным (о вкусе). ЧП. Пирĕн сăра пит аван, пĕчĕкçĕ хăмла каламан (в ней маловато хмеля). Актай. Сĕт ямасăр шурă, тет, çу ямасăр тутлă, тет, тăвар ямасăр калат (и без соли солоно), тет. Сорм-Вар. Ку шӳрпене тăвар каламан (не досолена). СПВВ. Астивсе пăх яшкана, тăвар калать-и? К.-Кушки. † Пирĕн яшка пит аван, пĕчĕкçĕ тăвар калайман. || Отзываться (на вкус или на запах). Вирйал. † Пĕрне (один из калачей) çисе пăхрăм та, шерепет тути каларĕ. N. Шу тути калать. Имеет водянистый вкус. Ст. Айб. † Кăшт тутанса пăхрăм та, шерпет тути каларĕ (мед); кăшт чуп туса пăхрăм та, тути тутлă каларĕ (у парня). Юрк. Тĕтĕм тути каламас. Не отзывается дымом. N. † Çырлисем калĕç çĕр тути. (будут отзываться землею), пирĕн тăван калĕ пыл тути.

каларĕшле

по словам. N. Эс каларĕшле. N. Хăй каларĕшле (хăй калашле), по его словам. N. Çавăншăн, хăй каларĕшле, ăна 6 чике лайăх голдандский пир панă. N. Вăл каларĕшле: этем пĕр çăкăрпа анчах пурăнмасть, тенĕ. Ст. Шаймурз. Эпĕ пухни те (то, что я собрал), ваттисем каларĕшле: шăши шăкĕ те тинĕсе пулăшать тенĕ пек, пулăшу пулĕ.

каласа тăк

высказать (все или многое). Бес. чув. 8. Ăшĕнче мĕн пур, çавна кала-кала тăкнă (высказал). || Обругать. Шурăм-п. № 21. Ăна тем-те-пĕр калайса тăкрĕ (всячески обругал).

каласа хур

предупредить; сказать кстати; заметить, возразить. Орау. Ыран кĕтӳ апачĕ Якурсем параççĕ пуль (пожалуй, пастуха придется кормить Егору), кĕçĕрех каласа хурас (предупредить заранее, что завтра их очередь кормить пастуха). Ib. Сăмах майĕпе каласа хур-ха, мĕн май калаçать: парас пек калаçать-и, çук-и? Ты кстати закинь словцо, что он скажет думает-ли он отдать (напр. деньги или девку) или нет? N. Пĕр çын кăна хирĕç каласа хучĕ: ну, сăмахна та пĕр шухăшламасăр калатăн иккен эсĕ, Якур, вара эпир выльăхсене ăçта çитерĕпĕр? терĕ вăл.

калаç

(калас’), разговаривать, беседовать; сговориться, поговорить. N. Эсĕ унпа пĕртте калаçмăсăнччĕ, тетĕп эпĕ. — Мне было бы желательно, чтобы ты не говорил с ним. Артюшк. Кусем (утки) пĕр йăвара ӳснĕ пек калаçаççĕ, тет. Ала 81. Çĕлен çăварне уçрĕ, тет те, калаççа ячĕ (заговорил), тет: килях, старик! тесе каларĕ, тет. Нюш-к. Калаçман калаç пулнă, тет, чĕнмен чĕкеç пулнă, тет. (Совет молчать. Послов.). Т. Григорьева. Чĕлхе вĕç кĕçĕтсен, калаçман çынпа калаçат, теççĕ. (Примета). Якейк. † Калаçмасăр-тумасăр ĕмĕр иртмест, теттĕр-и? Альш. Çӳлти касра та, Армань кассинче, лайăх пусă (колодец) пурринех калаçмаççĕ (не слыхать чтобы был.). Перев. Çав сăмахсене кашкăр калаçса тăнă чух... Ашшĕ-амăшне. Лисахви ĕненмесĕр: ай, ан калаç! (не может быть), тесе кăна хунă. Орау. Санпа мĕн калаçан, санпа калаçмалли çук, эс ăçта! (про тебя и в Москве «в кулак свищут»!). СЧУШ. Чăххăн çуркуннехи чи малтанхи çăмартине ытла нумай калаçакан çынна çитерсен, чăхă нумай çăмарта тăват. Регули 768. Калаçаççĕ: ыран салтаксам конта килеççĕ, тесе. N. Кам мĕн пĕлет, çавăн çинчен калаçса ларать. N. Кашни хăйăнне калаçса ларать. Альш. Тумтир те, чĕлхе те, калани-кулни те пĕрех (те же самые). Орау. Кунтах юлас тен (хочешь) пулсан, эп калаçса пăхăп (попробую попросить). N. Эпĕ пĕр вăхăтрах темиçе тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултараймастăп, пĕр тĕслĕ чĕлхепе калаçма пултарап. Я не могу говорить сразу по-всячески, а говорить на одном языке могу. Якейк. Мари лешеккинчи унтрипе мăн-контанпа калаçса порнать (любезничает). Ib. Вăл онпа калаçать. || Договариваться, уславливаться, торговаться, рядиться. Чăв. й. пур. 26. Халĕ те хăй çăкăрне çимест; хĕлле, вак касса, çăкăр пухмалла калаçать те, ялан çавна, пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн пухса, çисе пурăнать. Янтик. Эпир çак лашана калаçаппăр та, ытла хаклă ыйтать хуçи. — Унпа пит лайăх калаçса илес пулать (поторговаться), вĕсем пит хаклă ыйтаççĕ. Альш. Сăмавар лавкки умне пырать те, калаçать сăмавар (торгует самовар). М. Тув. † Манăн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. Якейк. † Йори калаçрăм хора хĕрпе — утсам панче çăвăрма (= çывăрма). Ашшĕ-амăшне. Калаçнă укçана хăна тытса юлмарăн, йăлан вăхăтĕнче тӳлесе тăтăн. Хурамал. Çаран калаçма килтĕмĕр (торговаться). Ib. Çаран калаçса килтĕм (= çарăн илсе килтĕм). Я, сторговал луга. Шибач. Пошăт калаçма килтĕмĕр (торговать лыки). Такмак. Пирĕн (Иван) пичче ывăл авлантарать. Пуян (Микки) хăта хĕр парать: сумасăр укçа панă, виçмесĕр пыл калаçнă. Ягудар. Калаçмаст. Не рядится. || Выговаривать. Юрк. Тăла вăл-ку таврашĕнчен сăпăн тума пустав-тăла та пĕр вунпилĕк аршăн калаçаççĕ (выговаривают). || Сватать невесту. N. Калаçса яр, просватать; калаçса кай, калаçса кил, засватать. Кильд. Çапла вара Иван, чипер Евгение манса, урăх хĕр калаçнă, тет.

калаçтар

понуд. ф. от гл. калаç. Сш. Айб. † Ан калаçар, тусăм, ăшăм çунать! Якейк. Ман хам çиран яланах калаçтарас килмест. Чăв. й. пур. 32. Ку Прухха вырăса калаçтара пуçланă. СТИК. Авăна калаçтарса кăна пыраççĕ, маттур ачисем (= йăнăштармасăр çапса пыраççĕ: авăн çапнă сасă пит илемлĕ илтĕнет). НАК. Вăл евĕчĕсем хăйсем тĕллĕнех çӳремеççĕ, вĕсене авланмалли ачасем хăйсем илес тенĕ хĕрсем çинчен ашшĕсене калаçтарма хăйсем хушаççĕ. Ильм. Арăм хĕре калаçтарма пуçлать. Калаçтарсан-калаçтарсан, хĕре çавăрат та, унтан пĕр-пĕр япалине илет: тухйи пулсан, тухйĕне (так!), тухйи пулмасан, сурпанне илет.

калаттар

понуд. ф. ог гл. кала. N. Куна атте вĕрентсе калаттарать. Ал. цв. 11. Пĕр-икĕ сăмах анчах калаттар-ха! N. Ярса калаттар, послать сказать. КС. Яшкана тăвар калаттариман. В варево положено мало соли. Регули 737. Эп она калаттарам. Эп она каласа ярам. Эп она калама калам. Хау 2. Пирваях каччă, авланас пулсан, хăйĕн пĕр хурăнташĕнчен ашшĕпе амăшне епле хĕр патне хăтана ямаллине калаттарать.

калăм карчăкĕ

колдунья. СПВВ. Т. Калăм карчăкĕсем аслă типпĕн юлашки эрнинче юн-кун каç пуçĕсене темте-пĕр çыхса мелке çине утланса çӳрет (siс!)

калам-кун

калам-кон (к̚ун, к̚он), «Трехдневный праздник у чуваш: в Лазареву субботу, в великий понедельник и среду». Начерт. 99. || Пасха (т. е. первый день п.). СТИК. «Калăм-кун — пасха (говорят только старики и старухи). || Лазарева суббота? Якейк. Калăм — Лазарева суббота (= мăн калăм). Калăм каç ват стариксем, карчăксам киремете пуççапма, çынсене тохатма çирмесене (так!), йăвăç котсене каяçç. Калăм ыран тенĕ чох пĕр япалашне хĕрĕх пĕр йопаран çĕçĕпе (згс. çиçĕпе) е портăпа хĕрĕх пĕр торпас касса илеççĕ. Онта йăтă пăх, хăмла, тăвар, талпиçен, сала-кайăк пăх хораççĕ те, калăм-кон, тол çутăличченех, хăмла вырăнне кайса, çонтараççĕ. Çапла тусан вара хăмла лайăх полать. Калăм-кон никама та ним те памаççĕ. || В след. примерах значение сл. не выяснено. Т. IV. Калăм-кун йĕке курсан, вăрмана кайсанах çĕлен курат, теççĕ. N. Калăм-кун. Пирвай шăматкун пулат. Мункун эрнипех пулат. Онтан юн-кун, ыран мункун тенĕ чух (siс!). Калăм ваттисем çӳреççĕ, вĕсем пур япаласене йăтса (?) каяççĕ. Кĕпе тӳмисене, пиççиххи татăкĕсем илеççĕ, вилĕ вар пуçне каяççĕ. Унта вĕсем шăтăк алтаççĕ те, калаççĕ: пуç ыратат! вар ыратат! Тепри: ай, чикет! тет. Çапла каласа, чикеççĕ (зарывают) вĕсем макăрса. Вăл пулат (исполняется): хĕн куракан сывмар пулат. Калăм-кун кил шăлтармаççĕ, кил шăлсан, çурта шăна шăлат (толат?), теççĕ; çăнăх алласан, тырă çатăрка пулат, теççĕ. Йĕке пытараççĕ; йĕке пытарсан, калăм-кон, çĕлен курăнат, тет. Арча уçма каламаççĕ: уçсан, пӳрт çине çил сирсе каят, теççĕ. Япалана татса каяççĕ, вĕсем вил вар пуçне кушак пулса каяççĕ. Вил вар тесе, тупăк тунă юлашки йывăçсене тăкнă çырмана калаççĕ. Бел. Гора. † И хура та чĕкеç, мерчен куçлă, калăм-куна çитсессĕн юрă юрлĕ.

калăм кунĕ

калăм кунь, четверг на страстной неделе. ППТ. Акă пирĕн ялта мункун типпинче, юлашки эрнере, кĕç-нерникун, ирех, пĕр йăла тăваççĕ. Çав куна вăсем «калăм кунĕ» е çăпата çунтарнă кунĕ теççĕ. Ib. Ахаль чухне калаçаççĕ хай вара: унта пурте харпăр хăй ăратнинче вилнисене пĕлекенсене: пурне те пурнăç паччăр, ан тытчăр, тесе хываççĕ, теççĕ. (Çăпата çунтарни). || Первый день хр. пасхи. Сред. Юм., Изамб. Т. Хурамал. Мункун кунне калăм кунĕ теççĕ. || Фомино воскресенье. Изамб. Т. Калăм кунĕ, 1) первый день пасхи, 2) фомино воскр. (Аслă калăм — день пасхи, кĕçĕн калăм — фом. в.).

калăп

(калы̆п), внешняя форма, фигура. Курм. Лаша калăпĕ (форма). Ст. Чек. Ку лашанăн калăпĕ пысăках мар (она не крупной величины). Ib. Калăпĕ илемлех мар (о лошади с некрасивым туловищем). || Площадь (в геом.). Эпир çур. çĕр-шыв. 14. Пирĕн анкарти тăршшĕ 24 чалăш, урлăшĕ 16 чалăш та 2 аршăн. Калăпĕ вара лăп пĕр утăм (400 тăваткал чалăш) пулать. Ib. 27. Пирĕн уес калăпĕ виçĕ кĕтеслĕ япала евĕрлĕ. || Колодка для плетения лаптей, болван для шапок; форма для кирпичей. Зап. ВНО. Пĕр вĕçĕ виç кĕтеслĕ, тепĕр вĕçĕ тăват кĕтеслĕ; пĕлсен те калап, пĕлмесен те калăп. (Лапотная колодка). || Вомбу-к. Хальхи те ĕлекхи те пĕр калăпах лараççĕ вĕсем (на одну колодку, т. е. на одну стать).

калпак

(калбак), шапка. Аттик. Виççĕн, суллахай хул хушшине калпак хĕстерсе, виçĕ хуран умне тăрса, кĕл тăваççĕ. (Ӳчӳк). Синерь. Курăнман калпак, шапка — невидимка. N. Калпакна лайăх посса ларт; пĕр минутра теминче пин çохрăм йолч (= йолчĕ) калпакку! (Сказка). Арçури. Йăввăн ӳснĕ йăвăçсем; пăхсан, калпак ӳкмелле. Орл. II, 214. Пĕр калпак айĕнче çичçĕр касак. (Мăкăнь). СПВВ. Калпак — çĕлĕк. || Головной убор у женщин, из ситца и монет. МПП. † Калпакне тăхăнса, хĕр пулса, килейĕнчĕ (siс!) савнă тус пулса. Альш. † Ман пуçăмри шур калпак мамăклăрах пулинччĕ! Ст. Айб. † Шурă калпакран тумла юхать-ĕçке; пĕр сăмахран кăмăл юлат-çке. N. † Шурă пӳртĕр умне шăлса хурăр, мамăк калпаксемпе выляма. Ст. Чек. † Тусăм, эс калпакна, ай, çуса юл, ĕмĕр-ĕмĕр кирĕк, ай, лармасса! Пазух. Шур калпакăн ултă чӳк, улттăшĕ те ука чӳк. Ib. Ука кирлĕ калпак, ай, юсама; пурçăн кирлĕ çуха, ай, çавăрма. Собр. 108. Илсем, инке, калпакна, авалхи кĕмĕлне курăм-а! Ст. Шаймурз. † Шур калпак ярапи пурçăн мар. N. Калпак. При опрокидывании ведер и после, она бывает в шапке мужа, в знак того, что они с мужем будут жить в мире и согласии, как обычай давать при венчании «Теплоту». Мужнину шапку, ту самую, которую муж носил при свадьбе, она надевает тотчас после снятия пĕркенчĕк. СПВВ. N. Калпак — хĕрсем тухья çинчен тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Калпак — носят только девушки на свадьбе (это не шапка). Пазух. Симĕс те пур калпак, шур пӳс те пур; выляс тесен, савнă, ай, тусăм пур. Юрк. † Хĕрсем, йĕкет маттур юрлапă чух, калпак чӳкне хыпса, йĕреççĕ. СТИЕ. Калпак — головной убор девушек. «Калпак» надевают только на свадьбах; он имеет вид длинного узкого мешка, спускающегося на спину и оканчивающегося кисточкой; на голову, под «калпак», вставаяется деревяшка. || Шапочка ребенка. Сятра, Ст. Сахча. Сред. Юм. Калпак тесе пĕчик ачасĕне валли чечеклесе тăвакан пĕчик шапкана калаççĕ. || Schafhaut, Helm. Cт. Чек. Ача калпакпа çуралат, кĕпелĕ те çуралат. Калпакĕ те, кĕпи те илнĕ. Сута кайсан, çав ача калпакне, кĕпине исе кайсан, сан сăмахă çиеле тухат, теççĕ. || Короткая доска, с вырезом посредине; в нее вставляются верхушки двух стоящих рядом столбов изгороди, чтобы они не расходилиcь. || Коронка горелки (у лампы). Пухтел. || Шапочка жолудя. Сятра.

калтăртат

(калды̆рдат), греметь, стучать. А. Турх. 1) Урапа калтăртатать; 2) кăркка аçи калтăртатат; З) аслати калтăртатат (гремит). || СТИК. Мишер арĕм(ĕ)сем пĕр-пĕринпе пĕрле пулса калаçнă чух темĕскер пек калтăртатаççĕ («очень быстро тараторят; получается впечатление, как будто катится телега»).

калтăртаттар

цонуд. ф. от калтартат. Сред. Юм. Кĕпер орлă пĕр орапа калтăртаттарса каçса кайрĕ (стук).

калттак

(калттак), бедняга, жалкий (человек). Альш. Вăйĕ çук, çапах йăташшăн тертленет, калттак! (малосильный бедняк). Ib. Паянах Хусана ларса кайĕччĕ, калттак — укçи çук! СПВВ. ФИ. Япалана нимĕне пăхмасăр ĕç тунине: ĕçлет, калттак, теççĕ. Рак. Çын пĕр-пĕр пулмас ĕçшĕн асапланса çӳресен: эй, мĕн хытланса çӳрет-ши çука, калттак? теççĕ.

калча

(кал’џ̌а), росток растения (огородного) или злака. Б. Олг. Пĕр арăм тепĕр арăмĕнчен итет: копăста калчи (рассада) сан пор-ши? тет. || Погон (новый подрост на сжатом поле). Рааs.

кам

(кам), кто (изредка относится и к животным). N. Ку йывăçа кам кăшланă? Кто грыз это дерево? N. Ман улăма кам çисе янă? Мою солому кто сожрал? N. Вăл сирĕн (санăн) кам пулать? Кто он вам? Вăл унăн кам пулат? Кто он ему? Янтик. Кам илет ăна! Кто его возьмет! Ib. Кам калатăр ăна: халех килет, тесе? Кто может сказать, что он вскоре придет? Ib. Кам шухăшлатăр ăна халех вилет, тесе? Кто может подумать, что он скоро умрет? Капк. Кам-ши çĕр хута? тетĕп. Кто это (идет) ночью? говорю я. Орау. Çта каять-ши ку? — Кам мур (мур’) пĕлет ăна! Кам шуйтань пĕлет ăна! (чорт его знает). Ib. Камсамах хăтланнă-ши кăна капла?! Ай-яй-яй! Пулаççĕ-кам çынна курайман этемсем. Янтик. Кам мур кăшкăрать çанта? Кто это там орет? Регули 962. Кам пĕлекенне пар. Отдай знающему. N. Тинĕс хăйăрне кам суса кăларас, çумăр тумламне кам хисеплесе тухас? N. Пĕр-кун камччĕ вăл сирĕн патăрта? Кто это был у вас намедни? КС. Кама хывнă эсĕ? В кого ты уродился? Кан. Кама (надо: камăнне) шалу чакармалла, кама вăрман памалла, тата çавăн пек ытти ыйтусем те сӳтсе яваççĕ (обсуждают). Юрк. Кам усалĕ вĕсене кунта хирсе (уничтожая) пĕтерсе çӳренĕ-ши? N. Кам килет унта? Кто это идет? — Кам туртать кунта? Кто это тут (здесь) курит? Орау. Паян кама-кама куртăн? — Паян эп нумай çын курман. Кого и кого ты сегодня видел? — Я сегодня видел немногих («мало людей»). N. Кам арки çине вут ӳкет, çав çунат. (Послов.). Изамб. Т. Кама кам пулмасть (почему не помочь другому). Иваново. Кам у пирĕн чӳречене ватни? Кто это разбил наше окно? N. Миколайсам тырă вырма карĕç-и? — Кам пĕлет, те кайнă тем. Пошла ли Николаева семья жать? — Кто знает, может быть, и пошла. Тораево. Амăшĕ каланă (ему): сан ухмах ăсу тăрăх кам хăни пухăнать (какие еще там гости), тенĕ. Сред. Юм. Кам çăви (какой чорт) çохрать çавăнта? (Кам çохăрнине пĕлмесен калаççĕ) N. Эсĕ хисеплемесĕр, ăна кам хисеплемелле тата? КС. Кам чирĕ (кам мурĕ) кăшкăрать унта? Кто это там орет? Ib. Кам чирĕ пуçа кайса чикет унта? Кто (какой шут) туда пойдет? Ст. Шаймурз. † Халиччен шурă хурăн кам каснă? — ывăнтарать сылтăм хулсене; халиччен савнă туспа кам пурăннă? — çыхлантарать иккен чĕлхесене. Артюшк. Кам сирĕн ача тăвать, çавна качча илеп, тет. N. Кам таврашĕ вăл? Он из какой фамилии? Толст. Ку кĕреплене кунта кам ухмахĕ (какой дурак) пăрахнă! N. Эй, атте, кам çав (что ты за человек?), пĕр кĕреçине те пулин лайăхрах пехиллесе памарĕ-ĕçке! (не завещал хорошей лопаты): вăл та пулин хуçăлса кайрĕ. || Частица заключительного удивления или неожиданного заключения, или убеждения: «Оказывается», «ну, и»... (иногда передается и иначе). Орау. Пулать-кам çын та! Бывают же такие люди! Ib. Пирĕн тавар пĕртте каймарĕ-кам (не продался)! Ib. Ну, хытă та утать-кам! Ну, и шагает же! Ib. Çармăс еннех куçрĕ-кам! Ib. Кайрипченех (от киремети, что на задах) тертленеп-кам (мучаюсь). Ib. Каламасть-кам! Как это он не скажет?! (т. е. скажет; пустяки, что не скажет). Сред. Юм. Полат-кам он пик çын та! Ну, и бывают же люди! Орау. Ай-ай! Хырăма та кĕрет-кам: пĕр кӳренке кулача нумай хăвармасп (доедаю). К.-Кушки. † Пирĕн лаша та ухмах-кам: йĕрсĕр çĕре йĕр тăват! Альш. † Аслă çулта такăр-кям: урапа йĕрĕ палăрмаст. Елшел хĕрĕ те сатур-кам, сиксе утни палармаст. Тюрл. Эх, алтанĕ алтать те-кам! Ну и поет же петух-то! Хурамал. † Пĕр лап çырла тĕл пултăм, тĕл пултăм; татап-татап, пĕтмеç-кам, пĕтмеç-кам, киле таврăнас килет-кам, килет-кам! Ск. и пред. 63. Хĕр кăларма кайнă та, хай пуçне пĕтернĕ-ĕç-кам мăнтарăн ачи.

камансăр

то же, что камалсăр. Ст. Чек. Камансăр, 1) безродный покойник; 2) хĕр-камансăр, девушка, умершая до выхода в замужество. СПВВ. МА. Камансăр = тăлăх, пĕччен çын. Тюрл. Камансăр та пиллетĕр! (Гов. на поминках). || Бездетный. Ст. Яха-к. Тата камансăрсем валли (камансăр тесе, ача-пăча çуралман çынна калаççĕ) пĕр курка сăра, виçĕ икерч илсе тухса пăрахаççĕ [во время libatio (хывни) покойникам в сĕрен].

камкка

тоже, что кумкка. СТИК. Камкка, комок. Ib. Тăпра камкки; ана камккалă (земля с комьями). Ib. Пĕр пăхсан, унти çĕр пысăк чул камкки пек туйăнат.

кана

(кана), некоторое количество; раз. КС. Пĕр кана çывăртăм (поспал). Ib. Пĕр кана кĕнеке вуларăм. СПВВ. ПВ. Кана от «канас»: 1) тепĕр кана пурăнтăмăр; 2) пĕр кана сăра ĕçрĕм, выпил пиво до одного вздоха Ib. «Пĕр кана çапла ту = одну смену» (один раз, на один раз). Сред. Юм. Эп ĕçлесе ыртăм ĕнтĕ, тепĕр кана эс ĕçлесе пăх-ха ĕнтĕ. || МПП. Кана, «отдых в один прием».

кантар

понуд. ф. от гл. кан. Альш. Леш, икĕ аслă ачи, ашшĕне пĕрте кантармаççĕ (не дают покоя), аптратаççĕ. N. Çав утмăл ункăран пĕр ункине пире утсене кăкарса кантарма ирĕк памăр-ши? Пшкрт. Çĕре кантарсан, лайăк тырă полат. Ердово. Халь ĕнтĕ Макарпа Ваçили утсене, кантарма тесе, кӳлсе тухмаççĕ пулмалла. || Удовлетвориться; успокоить. БАБ. Манăн ытти тăвансем (братья и сестры) пек атте-анне чунне кантарса, чипер канăçлă ку таранччен ӳссе пурăнмалла пулмарĕ. N. Эсĕ ĕмĕрне те ниçта чунна кантарса пурăнайман... Альш. Выртса ĕçсен, шыв кантарат, тет ăша (утоляет жажду), алăпа ĕçсен, кантармас, тет. (Поверье). N. Ăна (кашу, кĕрпе пăттине) çисен, хырăм, чиперех сарăлса кайса, чĕрене кантарат. Букв. 1904. Кунта епле аван-çке, сулхăн, шывĕ те сивĕ, ăша кантарсах ярать. || Дать свежему мясу несколько отлежаться. Емельк.

канавал

(камавал), коновал. ЧС. Пĕрре пирĕн патра пĕр канавал килчĕ.

канаш

(канаш), совет; сговор; соглашение. Сред. Юм. Канаш пĕрле пôлтăр! (Так говорят людям, которые сидят артельно и о чем-нибудь советуются. Говорящему так отвечают: эс калаш пик полтар). Альш. Ун канашĕ, его совет. ЧС. Ик карчăкан пĕр канаш: аçта сăра, унталла. Юрк. † Питтех хупа канаш пулмасан, мĕшĕн йыхăрса илес ху çумна?! N. † Хăрта канаш пулмасан (если у вас нет уговора), вăрлассинчен ан хăрăр (не бойтесь, что вас увезут). Каша. † Хăрта канаш пулмасан, мĕшĕн паратăр явлăкра? Кан. Кам канашсенче халăха кирлишĕн хытă тăрăшма сăмах парать, çавна суйлас пулать. || Назв. гор. Канаша ЧАССР. Ир. Сывл. 19. Шăхран, манпа эс паллаш, халĕ яту сан «Канаш». || Назв. газеты на чувашском языке, органа Обкома ВКП(б), ЦИК и Совета профсоюзов Чувашской Авт. Сов. Соц. республики. Кан. Пĕр «Канашне» вуларĕ те, тепĕрне тытрĕ. || Канаш ирĕкĕ, Советская власть, советский строй. (Так было употребительно в печати в первые годы после Октябр. революции).

канаша кил

прийти к соглашению, уговориться. N. Çак ĕçпе малтан ушкăнра нумайĕшĕ канаша килмен. Пайтах тавлашсан, пурте çав малтанхи канаша килнĕ. Толст. Пĕр канаша килнĕ, уговорились.

канашлан

советоваться. Ст. Яха-к. Пĕр-пĕринпе канашланса (посоветовавшись).

канашлă

состоящий в уговоре (с кем-либо). Н. Якутк. † Аттепе çичĕ ют пĕр канашлă. N. Эс те инкупа пĕр канашлă (заодно). Юрк. Пурте пĕр канашлă пулсан, чукун çулпа, ларса, çав хулана каяççĕ.

кантукла

то же, что кантук. Изамб. Т. Пукравччен пĕр-ик эрне малтан çĕрулми (кантукла) кăлараççĕ.

кантур

(кандур), кантор (кандор), контора; волостное правление. Шибач. Кантор, вол, правл. Изамб. Т. Паян кăнтăрлара ашшĕ, амăшĕ, тетĕшĕ, шăллĕсем: кантура леçсе пăрахас тесе, çыхса пăрахма тытăннă. || Здание волостного правлення. Чăв. й. пур. 15. Хайхи Клинкух, икĕ кунтанах, кантуртан пĕр улпута ку ĕçе ытса пĕлме янă. Туй. † Çурчĕ умне çитрĕмĕр, çӳрчĕ курăнчĕ кантур пек. Урож. год. Салтак Петĕр кил-çурчĕ катаранах кантур пек. Уравăш З. Кантур карти ăшĕнче пĕр пӳрт тăват кĕтеслĕ. Ун ăшĕнче мĕскĕнсем, ларма (на отсидку) пынă стариксем, пуçне тытса макăрса, стăршнапа шакăрчашăн сăхман саклат хураççĕ. Апла-капла тумасан, эрех тупса памасан, пуç тăрринчен тăрлаççĕ, çурăмсенчен сăваççĕ, аяксенчен тапаççĕ, ларми-тăми тăваççĕ.

канторккă

(канторккы̆), пароходная пристань. Шорк. Янорс. Вара миххисене канторккă çине атте çĕклесе пĕтерчĕ те (снёс), пĕр çĕре кайса, лашасене çитертĕмĕр те, лашасем кансан, кӳлтĕмĕр те Шупашкартан тухса карăмăр. Ib. Вăл Шупашкар тĕлне çитсен, питĕ хытă каçкăрса ячĕ те, канторк (так!) çумне пырса ларчĕ (пароход).

кантăк

(канды̆к), окно. См. чӳрече. Мартынова. Кантăк çинче кĕмĕл çĕрĕ выртать. Кугеева. Кантăк анинче ларан. Ты сидишь на окне. Якейк. † Шăпăр-шăпăр çăмар çăвать, кантăк виттĕр корăнать. Коракыш. Йăмăкĕ ĕçес вырĕнне (так!) кантăкран кăларса тăкнă (вылила в окно). Сред. Юм. Кантăк, 1) окно, 2) стекло. N. Кантăк тарласан, йĕпе пулат, теççĕ. Если вспотеет стекло (окно), то это, говорят, к дождю. N. † Кашни каçах кантăк умне, анне, ан лар макăрса. Кожар. Яла кĕнĕ те, вăл çын кантăки петне пынă та: хăваттер яратăр-и? тенĕ. Шурăм-п. № 26. Пĕр кантăкĕ пур. Бай. Кĕçĕр çĕрле пĕр çын: хваттер яр, тесе, килсе шаккарĕ те кантăкран, эпĕ ăна ямарăм. КАЯ. Эпĕ çав шухăшсене шухăшланă вăхăтра пĕр хуралăç кантăкран (в окно пырса кăçкăрса каларĕ. Торх. Кантăк виттĕр (или: куссуй виттĕр), в окно. СПВВ. Кантăк — карăнтăк. || Стекло; стекло оконное. Сохрон-й. и др. Шăна чирсем сарать. 5. Микорскопа ак çапла тунă: йăс (= йĕс) кĕпçе, ун ăшне темиçе пысăклатакан кантăк кӳртсе лартнă. Ib. 20. Вĕсене кантăк хупăллă шкап ăшне (в шкап со стеклами) хурас пулать. || Оконная рама со стеклами. См. хашака, харшака.

кантăклă

(-лы̆), остеклённый. Вомбу-к. «Кантăклă чӳречесен хоппи çок. (Пĕр така поçĕпете тĕкет, кочĕпе тетĕкет, тетчĕç)».

кантăр

(канды̆р), конопель, конопля. См. пуса. Цив. † И, кив кантăр, кив кантăр, сыппи таран çĕн(ĕ) кантăр; кунтан вăйă иртсессĕн, арăмсенĕн чун кантăр. Изамб. Т. Пукрав вăхăтĕнче шыва кантăр хутаççĕ (мочат). Ала 106°. † Анат Явăш (деревня) хĕрĕсем, хĕрĕсем кантăр ăшĕнче чопаççĕ. Упнер. Чувашин, говоря о прежнем еловом лесе, сказал что он «Кантăр пак ларатьчĕ» (т. е. был очень густ). Сред. Юм. Кантăра татса çапсан, шывва (так!) кайса хотаççĕ, вара о пĕр виç эрнерен полат («смягчается и белеет самая кудель»). Изамб. Т. Арçынсем кĕлте кӳртнĕ чухне хĕрарăмсем кантăр татаççĕ. Питушк. Кантăр: варĕ, вăтамми, лапрашки. Пшкрт. Различные сорта кантăр: 1) лапрашки, 2) вы̆дам, З) кочы̆βос, 4) варбос. Сĕнтĕр вăрри. Чăваш халăхĕ тырă-пулă акса тума пуçласан, çав вăхăтрах сӳс-кантăр та акса тума пуçланă. Кантăр, тата йĕтĕн акса ӳстерес çĕрте çурхи тырпа шутланса тăрат. Кантăра çуркунне, çурхи тырра акса пĕтерсен тин, акаççĕ, майăн 20-мĕш кун телнелле, мĕншĕн тесен, иртерех аксан, кантăра сивĕ лекме пултарат. Кантăр валли ытти тыр пек мар, питĕ çемçе ана кирлĕ, çавăнпа кантăр валли ăрасна ананăн пĕр пуçне тислĕк ытларах тăкса çемĕçтерсе акаççĕ. Кантăр вырăнне пурте пĕр еннелле тума тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ те, сапаланчăк пулсан, кӳтӳ (?) ватса пĕтерет, теççĕ. Кантăра аксанах, çерçисем питĕ çинипе, ани çине хăратмаллисем туса лартаççĕ: ан çитĕр, тесе. Çапла кантăр пĕр виçĕ уйăх хушши ӳсет. Çемçе вырăнлă çĕрте çынран та çӳлĕрех пулат, хытăрах çĕрте кĕске пулат. Ӳссе çитерехпе кантăртан пуса уйăрăлат (пуса — вăрăсăр). Пусана ыраш вырса пĕтерсен татаççĕ. ЬIраш ир пулман чух, ыраш выриччен татаççĕ. Кантăра çуртри вырса пĕтерсен тин татаççĕ. Кантăра та, пусана та, татсан, ани çинчех тымарне пуртăпа татаççĕ, вара киле анкартине тиесе кĕреççĕ. Анкартинче кантăра купа туса хураççĕ, çапиччен: пуçĕ шантăр, тесе. Кантăра пĕр-ик-виç хут çапаççĕ. Малтанхи хут çаппипех кантăр кипенки ӳксе пĕтмеçт. Çапса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, икшер ывăшăн тытса, мунчалапала е улăмпа çыхаççĕ. Çыхса пĕтерсен, кантăра та, пусана та, йĕтĕне те, сулă туса, кӳлле кайса хутаççĕ. Сулă тунă чух кантăрне ăрасна, пусине ăрасна, тата йĕтĕнне те ăрасна тăваççĕ, мĕншĕн тесен кантăрĕ пусапа танах пулса çитмеçт, йĕтĕнĕ тата шывра иртерех пулат. Чылайĕшĕ йĕтĕне, тата пусана шыва хутмаççĕ, мĕншĕн тесен йĕтĕн часах çĕрсе кайма та пултарат. Шыва хутман чух йĕтĕне те, пусана та курăк çине анкартине е улăха сарса пăрахаççĕ те, çăмăр çунипе çавăнтах етĕн пулса выртат. Кантăр шывра З — 4 эрнене яхăн выртать, пуса 2 — 3 эрнерен мала (больше) выртмаçт. Кантăра та, пусана та, йĕтĕне те хутсан, шыва лайăх путарма тăрăшаççĕ, мĕншĕн тесен, шыв илмесен, çелти (çиелти) пулмасăр тăрса юлса, тикĕс пулмаçть. Шывран кăларсанах, пуса-кантăра шывĕ сăрхăнма купа туса хураççĕ. Пĕр-икĕ эрне иртсен, киле турттарса каяççĕ. Килте, кашта туса, кашта çине анкартине çакса яраççĕ те, хĕл каçиччен çакăнсах тăрат. Мункун иртсессĕн, çимĕк çитиччен хĕр-арăмсем кантăр тылама пуçлаççĕ. Кантăр пусана, тата йĕтĕне малтан хĕвел çине сарса хураççĕ те, типсе çитсен тылаççĕ. Кантăр, пуса, йĕтĕнсене çакăн майлă тылăпа тылаççĕ. Тыласан, пилĕкшер çурăмăн çыхса хураççĕ; ă тем теççĕ. Чухăн пурнакансем кĕркуннех, арлама сӳс çукки пирки, мунчара типĕтсе, тыласа арлаççĕ. Кĕркунне авăн çапса пĕтерсен, пухрав (так!) вăхăтĕнче сӳс тӳме пуçлаççĕ. Хăш-хăш çуркуннех тӳсе хураççĕ. Сӳсе тăватшарăн, тата пилĕкшерĕн кисĕппе тĕвеççĕ. Сӳс тӳмелли кил (килĕ) — йывăçран тунăскер, çӳлĕшĕ пĕр метр тăрăш пур. Ĕлĕкрех кисĕппе тĕвиччен катмакпа тӳнĕ, теççĕ ваттисем. Сӳсе, тӳсе пĕтерсен, шăртлаççĕ. Шăрт — сысна шăртăнчен тунăскер çакăн пек формăлă. Сӳсе мĕн пурĕ, З хут шăртлаççĕ. Малтанхи хут шăртласан, пысăкки тухать (сӳсĕн çелти пысăк сӳсĕ). Иккĕмĕш хут шăртласан, çинçи теççĕ. Вăл питĕ лайăххи, унтан лайăххи урăх çук. Сӳс тӳсе пĕтерсен, ноябĕр уйăхĕнчен пуçласа, çăварни иртиччен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Пĕчик хĕрачасем, пĕр çичĕ çула çитсен, кĕнчеле арлама пуçлаççĕ. Малтанах пĕчик хĕр-ачасене пысăккине арлаттараççĕ. Çемьере хĕр-ачасем пулмасан, арçын-ачасене те арлаттараççĕ. Арçынсем ĕлĕкрех нумай арланă. Вĕсем хĕрсем пекех, килĕрен ларма кайса пĕр-пĕрин патне, авăрланă (так!). Хальхи вăхăтра арçынсем сахал авăрлаççĕ. Авăрланă çипписене хутăр-йывăççи çине (на мотовило) хутăраççĕ. Хутăр-йывăççи пĕр метр çурă тăрăшшĕ, икĕ вĕçĕнче урлă пĕр-ик шитлĕ патакран тунăскер. Хутăр хутăрнă чух мĕн чул пулнине шутлаççĕ, ăна ӳкĕм теççĕ. Ӳкĕме тăватшар пĕрчĕн çирĕме çитиччен шутлаççĕ. Пĕр хутăрта çакăн пек ӳкĕмсем: пысăкрах çиппе 5 — 7 ӳкĕм тăваççĕ; çинчереххине 10 — 18 ӳкĕм тăваççĕ. Çакăн пек хутăрсем хĕл каçиччен лайăх арлакан 30 хутăр таран авăрлат, начартарăххи 15 — 20 хутăр, пĕчĕк хĕрачасем 7 — 10 хутăр. Чăваш хĕрарăмĕсем хĕллехи кунсене пĕрмай кĕнчеле авăрласа иртереççĕ. Пĕр каçра З — 4 йĕке авăрлаççĕ. Çăварни çитме пуçласан (çăварни ир килмен чух, çăварни умĕн, çăварни иртерех килнĕ чух, çăварни хыççăн) çип çума пуçлаççĕ. Малтанах çиппе тăршыпа кивсе чӳхесе тăкаççĕ сурчăкĕ тухма; ăна çип сурчăкĕ кăларни теççĕ. Вара, пĕртик типсе çитсен, йăрхах çине пĕр пуçне хутăра тăхăнтараççĕ те, туртаççĕ чăсма. Ун хыççăн пит çăра кĕл шывĕ туса хатĕрлеççĕ те, çав кĕл шывĕ çине чиксе кăларса кантăра çине хураççĕ. Пурне те чиксе кăлараççĕ те (пĕр 15 — 20 хутăр пĕр кăмакана), вара кăмакана хываççĕ. Çунса каясран, вут хутса çунтарсан, ялан çăкăр пĕçереççĕ. Çăкăр тухсан, кăмакана пăртак улăм йĕпетсе хураççĕ кĕтессисене, çип çунса каясран, вара çипе хываççĕ. Çип кăмакара пĕр талăк выртат, тепĕр кун тин кăлараççĕ. Çип хывнă кун, çип хывакан çын патне хора çын пырсан: çип пиçмест, тиеççĕ. Сарă çын пырсан: сарă çын пек пиçет, теççĕ. Çипе хывнă вăхăтра яланах: çип хыватăп, çип хыватăп, шурă пул, шурă пул, акăшсем килнĕ, вĕçсе çӳреççĕ, хуларан çын килнĕ, шур хăмачĕ çиппи çӳретет, тесе калаççĕ. Тепĕр кун çума каяççĕ. Çунă чухне лайăх кĕлне çуса ямасан, тĕртнĕ чух канчĕр; çавăнпа лаях çума тăрăшаççĕ. Çиппине çусан, типĕтиччен хутаççĕ: тĕртнĕ чух яка, лайăх пултăр, тесе. Хутасса çапла хутаççĕ: пĕр витре шыв çине çăмартапа тата сĕт яраççĕ те, çав шыв çине чике-чике кăлараççĕ. Ăна тепĕр тĕрлĕ çип çемĕçтерни теççĕ. Çиппе çемĕçтерсен типĕтеççĕ. Типсен, çăмхалама пуçлаççĕ. Хутăр çăмхаламалли ярăн-йывăççи. Хутăра кăшкар çине çăмхалаççĕ. Çăмхаласа пĕтерсен, çак çипсемпе пир кумма пуçлаççĕ. Пир куммалли сӳрекке, пĕр 8 аршăн тăршшĕ, икĕ вĕçне шăлсем лартнă, пĕр вунă шăла çитиччен. Кумасса икшер çипĕн, е тăватшарăн кумаççĕ, мĕншĕн тесен икшер çипĕн уйăрса çилине тăхăнтараççĕ. Кумса пĕтерсен, çилине çыхса лартаççĕ те, кунча тума пуçлаççĕ. Кунчаласа пĕтерсен, пир витĕрме пуçлаççĕ. Пир сăтанĕ пирĕн патăрта хальхи вăхăтра икĕ тĕслĕ, анчах иккĕшĕ те пĕр майлă. Виççĕмĕш сăтан ĕлĕкин пĕк (!) пĕр вырăна пăта çапса шăтарса лартмалла; анчах ку аванах мар, мĕншĕн тесен пĕр вырăнтан тепĕр вырăна сиктермелле). Пир витĕресси, тата тепĕр тĕслĕ пир кăнтарасси теççĕ. Уна малтан çилинчен ĕретпе мăшăрăн илсе пырса кĕр витĕр илеççĕ. Кĕр витĕр илнĕ чухне пĕрер çипĕн илеççĕ, пĕр мăшăра пĕр çиппине малти кĕртен, тепĕр çиппине кайри кĕртен илеççĕ те, мăшрипе вĕçĕнчен çыхса лартаççĕ. Вара хĕç витĕр илеççĕ те, хăйă çине тăхăнтарса, хивсерен çиппе çыхса лартаççĕ те, тĕртме пуçлаççĕ. Лайăх тĕртекен хĕрарăм кунне пĕр 12 аршăн тĕртет, тепĕр тĕслĕ каласан: икĕ хутăр та çурă, иккĕ тĕртеççĕ. Çавăн пекех тĕртеççĕ ăратнене те, анчах унта тăват ура пусси, тăват кĕр. Ыттисене пурне те çавăн пекех тăваççĕ. Тĕртсе пĕтерсен шуратма пуçлаççĕ. (Сообщ. А. Максимова). || Фамильное прозвище в с. Альменеве, б. Асакас. в.

Кантăрпи çырми

назв. оврага. Ярмушка-к. Пĕчĕк-Кăканарпа Карачура хушшинче, Кăканар çырмипе Кантăрпи çырми хушшинче (ик вар хушшинче) пĕр ана сыпăкĕ (-к’) çĕр каять.

кап

подр. хватанию. Альш. Сред. Юм. Хыçалтан ерипе пытăм та, сорăха кап! ярса тытрăм. Орау. Пулать-кам мăн çăварлă çын! Çăмартана кап! хыпрĕ те, пĕр чăмламасăрах çăтса ячĕ. Чăв. й. пур. 37°. Ачана шăтăка яра пуçласанах, сыхлакансем кап! пырса тытнă. || Подр. неожиданному появленню. N. Хосăкпа паранк кăларса пынă çĕртех пĕр пилĕк пуслăх пăхăр окçа кап! сиксе тохрĕ. || Подр. капанию! Сред. Юм. Смавар, вĕресе тоха пуçласан, кап-кап (с лабиальными а) тăвать. || Подр. звуку от щелкания пальцем по вскипевшему самовару. КС. Вĕренĕ сăмавара пӳрнепе шаккасан каплатать [кап-кап (кåп-кåп) тăвать]. || Подр. удару рукой, стуку. Подр. звуку, получающемуся при стучаньи пальцем по боку кабинетного стола. ГТТ.

капан

(кабан, Пшкрт: каβан) стог; скирда, скирд. Трхбл. Пĕр капана пилĕк ĕне туртат. (Çăм авăрлани). N. Капан пăссан, авăн хурсан, авăн перекетне пар. (Моленье). Календ. 1904. Капан пек пысăк, хулăн, хура пĕлĕтсем. Орау. Каçпала хĕвеланăç енчен капан пек (крупные, конусообразные) пĕлĕтсем хăпара пуçларĕç. Н. Карм. † Анкарти пĕр хĕрĕнче эп ут çултăм, улт уралă капан эп лартрăм. Пазух. Укăльчаран тухрăм, утă çултăм, улт ураллă капан ларттартăм. Тораево. Тепĕр хут кайса, типĕтсе, капан туса лартрĕç, тет. Ск. и пред. 1З. Унăн ашшĕ Уланки ял пуçĕ те, пĕр пуян, паттăрăн пек кĕлетки, çӳренĕ, тет, пĕр капан. КАХ. Унта пĕр капан вырăнĕ пек (плошадью со стоговище) таса ыраш улăмĕ сараççĕ. Пшкрт: каβан ты̆ҕас = лардас = туас. Коракыш. Тĕпсĕр (без подстожья) каян айĕнчен пĕри утă туртатĕ. (Кăнчала арлани). Собр. † Аллă капан айĕнчен арăм туса тухар-и? Ib. Анкартине кӳртсен (хлеба с поля), мăн капан тăвăпăр. (Моленье). Сред. Юм. Капана аялтан парать. (Капан хывна чохне аялтан çĕклесе паракана калаççĕ.) Ib. Капансĕм хĕвелтохăç еннелле тайăлсан, çитес çура тыр полать, тет; хĕвеланăçнелле тайлсан (так!), тыр полмас, тет. (Народное поверье). Ib. Капан тăвать. (Капан хывнă чохне çӳлте тӳрлетсе тăракана калаççĕ). Чертаг. Капансене вăт лайăх тунă, алли ури çирĕп, тураш-тытрăш лайăх çавăн. Трхбл. Çын капанне сенĕкпе анкăтарт. СТИК. Капан çинчи мĕлке, чучело (подобие человека, которое ставят на копну хлеба). Ib. Ах, капан çинчи мĕлке! мĕн ĕренкĕсĕрленем? (Говорят, когда кто-нибудь из детей наденет одежду большого. Здесь конечное «м» не ошибка).

капăр

(кабы̆р), нарядный, форсистый (об одежде). Эпир çур. çĕр-шыв. 25. Сарă-яль чăвашĕсем самай тĕреклĕ пурăнаççĕ, çӳрессе те капăр çӳреççĕ. СПВВ.ТА. Вăл пит капăр = вăл пит тумлă. Капк. Самар ӳтне капăр витсен, мĕншĕн куçне хĕссе çӳрет? Собр. Капăр пулас, тесе, ан шухăшла, ăслă пулас, тесе шухăшла, теççĕ. Чертаг. Капăр — хитре томланать. Б.Олг. Капăр тĕклĕ, с красивыми перьями (птица). Вотлан. Кам капăри вăрман урлă кăптăр-кăптăр лакăма. (Çулчĕ). Актай. Капăр Хветĕр ялĕсем... (повид. назв. деревни). || Украшение. Г. А. Отрыв. Аркă тавра та ниçта та ним апăршасам çук. («Капăрри çук ĕнтĕ ун, капăрлă мар»). Б. Олг. Хĕрарăм капăрĕ (все уборы). Шел. 59. Тата çĕтĕк-çатăкĕ, темĕн-те-пĕр татăкĕ, пир авăрĕ, капăрĕ... Кан. Оплăçри чиркӳ капăрĕсене пур çĕрте те хăвăртланса пуçтармалла. См. кавăр.

капăртма

(кабы̆ртма), лепешка(-и)из кислого теста (обычно из пшеничной или полбеной муки). См. кӳптĕрме, икерчĕ. ППТ. Çав калăм кунĕ валли капăртмана хăшĕ юнкунах пĕçерсе хураççĕ, хăшĕ кĕçнерникун ирех тăрса пĕçереççĕ. N. Раштав каç хураççĕ капăртма. А. Турх. Капăртма — в роде лепешки из пшеничной или полбеной муки, или из. гороховой (жарят на сковороде). СПВВ. ИФ. Капăртма — вĕтӳрен çӳхе çатма-çимĕç. Букв. 1904. Сĕтеллисем йĕри-тавра капăртмасем, икерчĕсем, пӳремечĕсем, куклĕсем каса-каса хунă. Изамб. Т. Кĕркунне пĕр шăматкун ирех карчăксем тăраççĕ те, капăртма (толстые блины из полбы и пшеницы), куймак пĕçереççĕ. Ib. Е пăри, е тул çăнăхĕнчен капăртма (в роде лепешки, мажут маслом), хăпарту (калабашка,) пĕçереççĕ.

капла

(капла), этак, так, подобно этому. N. Капла иккен эсĕ, тара-тара таврăнма! А, так ты, назад бегать! Яргуньк. Ку каплаçха (а, вон он что!), чим-халĕ ăшĕ ку патша хĕрне, терĕ, тет, хал Иаан. СТИК. Каплипех (в этом виде) ун умне пырса тăма юрамĕ. Кан. Каплипеле пирĕн ĕç тухмасть. Так у нас дело не выйдет. Изамб. Т. Ку капла пулчĕ. Ĕç вăхăчĕ — пĕр лашапа пурăнмалла мар. Пазух. Эпир паян капла та (так), ыран тепле. Ib. Капла ӳсĕрлессе пĕлнĕ пулсан, кирлĕ марччĕ манăн тухмашкăн. Юрк. Чăвашсем хушшинче апла-капла пулнине калаçмаççĕ-çке, ку мĕшĕн капла-ши? N. Капла пĕçернĕ çăкăр йӳнĕрех те, тутлăрах та пулать. Ст. Чек. Апла калаçмасан, капла çук (мĕн те пулин калаçмалла; калаçмасан, нимĕн те пулмас). Ib. Апла калаçмасан, капла калаçма çук, шухăшлама çук; капла тума çук, — ĕçлеме çук. (См. апла). N. Çынтан: вăл çапла та, ку капла, тесе, ан кулăр. БАБ. Эсир ăçта пыратăр капла? терĕ, тет, суха сухалакан. N. Ăçта каятăн капла? — Ăçта пулĕ-ха (куда придется). || Этакий.

каплан

сгруживаться, скапливаться. N. Капланса ларат. Стоит грудою. Пшкрт. Çомăр шуйă капланса тăрат (не течет вперед). Шибач. Пăр капланса ларчĕ. Лед застрял и не двигается. N. Ун патне шыв пырса каплансанах, вăл ишĕлсе аннă. КС. Йăвăç шыв куккăрне, пырса, каппаннă. В излучине реки образовался затор из деревьев. Калашн. Сĕм-тĕттĕм пĕлĕтсем капланса килчĕç. Шел. 122. Тем пысăккĕш капянса... витĕр курăнса ларать. Ib. 29. Пĕр ылттăн çурт, капланса ларат, вăрттăн пытанса. Скотолеч. 21. Суран ăшне пӳр капланса тăрать те, суран шыççа каят. Зап. ВНО. Çăмăр пĕлчсем килсе капланчĕçĕ (или: капланчĕç). N. Пылчăк кумккисем хытса каяççĕ те, унта çуркунне хăйăр капланать. Толст. Тутарсем шыв хĕрринче вăрман пек капланса тăнă. С. Тим. Шыв капланса çитсен, пĕвене çĕмĕрсе, малалла юхса каят. N. Унăн йĕри-тавра темĕн чухлĕ халăх капланса çӳренĕ. Сред. Юм. Пăтаран кĕпе капланчĕ те, çурăлса кайрĕ. N. Вилнĕ пулă шăммисем юшкăн айĕнче капланса выртнине кураççĕ (видят). Хурамал. Арман валашки çинче тырă капланса тăрать (засел). Тюрл. Кам пырса капланать онта? Кто туда подойдет? N. Ху куçăпа ху аллу тирĕк анине пырса ан капланччăр (в рукописи). А. Турх. Пăр капланчĕ (затор на реке во время ледохода). Ib. Пăр капланса анчĕ. Масса льду спускается по реке (сплошной лед). В. Олг. Пăр капланса ларчĕ (затор). || В перен. смысле. КС. Майлă мар, ун укçипе каплансах ларăн. Его деньги тебе в прок не пойдут. А. Турх. Мана хĕненипе капланчĕ пулĕ! Наверное, хорошо стало ему, как он меня отдул! N. Эй йĕрĕнчĕк ĕçкĕ-çикĕ, çав тери усал ĕçпе тулнăскер, çынна вĕлерӳпе капланнă. N. Эпир хамăр чăн çултан çĕтсе кайрăмăр, тĕрĕслĕх çутти пирĕн çие ӳкмерĕ, хĕвел те пире çутатмарĕ! Йĕркесĕр сукмакпа пĕтсе каплантăмăр. N. Эй çуралнăранпах юн тăкса капланнăскер! Эй йĕрĕнчĕк ĕçкĕ-çикĕ! Хурамал. Ăна ан шелле, капланса кайтăр (= çавăнтах пĕттĕр) теççĕ. Ib. Теме юрамала санăн ĕçу, капланмала санăн ĕçӳпе! (= лайăх япала туман). N. Çав хыпара илтсен, унăн пĕтĕм ăшĕ-чикки капланса çитнĕ.

капрал

капрал. Хау. 109. Икĕ ехветĕр, пĕр капрал, çĕр çирĕм салтак. || Прозвище в д. Кошках-Шемякине, б. Буинского у. N. Капрал Елекçейĕ шахтăран шăр-çарамаспа пĕрех килсе кĕнĕ. Пӳртне кĕнĕ-кĕменех арăмне кĕпе çĕлеме хушнă, тет. Йĕрк. 18. Салтак-капрал.

каптал

(каптал), назв. свадебного наряда. Шибач. Каптал — из ситца, шопăр майлă, той арăмсам тăхăнаççĕ только. Пшкрт. Каптал — свад. наряд: сăкманла тунă хăмаçран, пасартан исе. Зап. ВНО. Каптал — женское свадебное украшение синего цвета, из шерсти. МПП. Каптал — женский свадебный халат из черной материи, при чем рукава — из красной ситцевой или другой материи, с вышивками или рисунками фабрично-заводского происхождения, напоминающими чувашские узоры, а на спине халата имеются нашивки из цветных лент в виде фигуры 8. Якейк. Квак каптал — пире кăвакартса тунă кĕске тонтир. Разг. С. Мих. 12. Симĕс каптал, мужской зеленый кафтан, на подобие русского. СПВВ. Х. Каптал — шерстяной, тонкий голубой кафтан (Ядр.). Собр. Хай хай каччăм, хай каччăм, хай каптална хыв-пăрах. (Пушăт сӳни). Хорачка. Хĕрлĕ каптал. Г. А. Отрыв. Алтаккин кукки каланă тăрăх, каптал хыçалта (ĕнсе хыçĕнче) икĕ хутăн ĕçленĕ тăваткал çухави пулнă. Вăл ĕнсе çинчен çулелле мар, аялалла (çурăм хыçнелле) аннă, ăна каптал çумне çĕлесех лартнă, уçса хупмалла пулман хальхи çухависем пек. Малта ывĕ капталăн (кăккăр, пĕсехе çинче) уçă пулнă, пĕр шит анлăшĕ, икĕ шит тăршшĕ (кăккăр анине çитиччен) пулнă. Кăккăр ывĕ уçă пулнă... Ib. Капталне арçынсем анчах тăхăннă. Ib. † Инке мана йĕп пар-ха: каптал тӳми татăлчĕ.

каптеш

(каптэш), воскл. испугавшегося. N. Çын, астумасăр, пĕр-пĕр япала ӳкерет, хăраса кайса калат: каптеш! мĕн турăм! Ib. Çавă сан çинчен каласа парас тет-ха. — Каптеш! пĕтерчĕ вара вăл мана! тет хăраса ӳкнĕ çын.

каптăркка

(-кка), то же, что каптăрка. || Дряхлый. Сред. Юм. Пĕр каптăркка çиç старикĕн укçи темĕн чул!

кара-çăвар

ротозей. Сред. Юм. || Болтун; горлан. Тюрл. Кара-çăвар («не сдерживает в секрете»). N. Пире мĕн... Хуть пĕр-ик эрне анчах çӳретĕр, халĕ пирĕн унтан эрех ĕçсе юлас, тет пĕр кара-çăварĕ. Шибач. Кара-çăва, — хыт кăчкаракан (напр. плакса). Пшкрт. Эй кара-çуар, ан çуарна карса тăр! (не ори).

карап

корабль. Ст. Шаймурз. Орау. Акăлчансен пĕр Тийтеник ятлă чаплă пысăк карап путса, пин те ултă çĕр çын пĕтнĕ, тет. Якейк. Ной пор кайăксене, выльăхсене карап çине кӳртрĕ. || Флот. Б. Олг. Аслă олпут, окружной ĕнерал, орма поçларĕ, пере (= пире) утлă çара, пеххотта, карап çине.

Карачура

(-џ̌ура), назв. двух деревень: Пысăк-Карачура (Верхние Карачуры) и Пĕчĕк-Карачура (Нижние Карачуры), Вурнарского р. Ярмушка-к. Шупашкар пенчи Карачураран Елменсем ĕлĕк-авал ывăл ача усрама илсе килнĕ, тет. Уна çитĕнтерсе, авлантарса, вара вăрман варне, (= варрине) пĕр пысăк ĕшнене, уйăрса кăларса лартнă, хальхи Пысăк-Карачура вырăнне. || N. Карачора, назв. дер. Чебокс. р.

карăк

(кары̆к), глухарь. Мыслец, Яргейк., Вомбу-к. Чертаг. Карăк алтат (или: кăчкăрать). Начерт. 100. Карăк — глухарь; пазник. Хир. б. Карăк — хор пек хора кайăк, вăрманта порнать, хыр лăсси (= хыр йĕппи) çиса, тăранса порнать. КС. Карăк пек — глуховатый, несообразительный. Шел. II. 33. Кăркка пекех карăкĕ, кăвапаран курăкĕ. Трхбл. Карта тăрăх карăк чупать, пăхне-шăкне тăкса пырать. (Хăйă çунни). N. Аллă карăк пĕр çарăк, тăхăр тăрни пĕр çĕрхи. || «Старый старик». Рааs. 59. || Назв. сел. Кан. Вутланпа Малти-Карăк ялĕсем те çĕре виçсе танаштарчĕç.

карăклат

каркать (о вороне). Собр. Çурт-мĕн çине çăхан ларса карăклатсассăн, лайăх мар, теççĕ. Т. П. Пĕр-пĕр çыннăн авăн-йăвăççи çине малалла ларса çăхан караклатсан, çыннăн пурнăçĕ малалла каят, теççĕ; кай еннелле пăхса карăклатсан, вăл çыннăн пурнăçĕ малла (так!) каймаст, теççĕ. Чув. пр. о пог. 241. Ула-курак çиле хирĕç ларса карăклатсан (если ворона усиленно каркает)...

карăл

раскрыться. Сам. 34. Мĕскĕн çамрăкăн карăлчĕ тути. N. Пĕр пыр карăлни те тем тăрать-çке! 93 çул. 5З. Хупăрласа илекенсем умĕнче хуп-хура çăвар карăлса тăнă. Пшкрт. Вилĕ çынăн çуарă карăлса (карăнса, оçăлса) тăрат. Ib. Пăта токса, карăлса кайнă. Ib. Йоплашкан вĕçĕсем ик енелле карăлса тăранчă. Сред. Юм. Пӳрчĕ пуçне те питреймес (= питĕреймест), ô та полса карăлса ларать. Баран. 97. Сулахай енче темĕн тарăнĕш çурăк карăлса выртать. См. кар.

карла

(карла), шуметь. Ир. Сывл. 28. Çĕнĕ çăвăн пуçламĕшĕ килчĕ кунта карласа. Якейк. Çăмăр карласа килет. Надвигается с шумом градовая туча. Сам. 28. Çаралнă вăрманăн тăрри карлани хăнăхнă çынна кичем туйăнмасть. Н. Карм. Карласа çӳрет (ушкăнĕпе, нумайăн). Якейк. Типĕ вота Яланах карласа çонат (напр. в печи). Истор. Çавăнтах юн карласа тухнă. Ходар. Çапла вара вирĕм пуçламалли киле карласа каяççĕ (быстро, толпою). БАБ. Тата выльăхсем кĕтӳ-кĕтӳпе карласа çӳреççĕ пек (во сне). КС. Пирĕн ял çумĕнчен пĕр кĕтӳ карласа иртсе карĕ (скорое движение стада в одну сторону). Ой-к. Унтан, пĕртак тăрсан, виçĕ пуçлă çĕлен лашипа карласа килни виçĕ çухрăмран илтĕне пуçларĕ. Торп-к. Шу карласа юхса килчĕ, тет те, пĕтрĕ, тет, вут. || Также о громовом (?) смехе. Пир. Ял 1930, № 28. Пĕтĕм салра карласа кулаççĕ. [Карла — шуметь резко; кашла — шуметь вблизи (напр.. о шуме леса, ржи); шавла — шуметь смутно (напр. вдали); кĕрле — шуметь резко, реветь (напр., в бурю)].

карлав

(карлав), особая лопатка для рытья картофеля и др. КС. Карлав = хусăк. Хурамал. Карлав — ака тунă чух тытăнакан туя; вĕçне тимĕртен тăваççĕ, ахаль туя кăна та пулать; ака пуç умне тымар пухăнсан, çав туяпа тĕртсе яраççĕ. Шабач. Карлав — соха тунă чохне тăпра хырмалли састăп. Шарбат, К.-Шемяк. Карлав — ака-пуçне тасатмалли калак. Питушк. Улма кăлараççĕ карлавпа. Стюх. Карлав — лопатка, употребл. при пахании плугом. Орау. Карлав — суха тунă чухне сурпан хăмине хырса пымалли. Чертаг. Карлав; суха тунă чухне тăпрана тасатаççĕ, ăна калак пак тăваççĕ (в роде лопатки). Якейк. Карлавпа сохая, тăпра ларсан, тасатаççĕ. Мăнăрах пĕр пуçне лаптак шĕвĕртнĕ туя. БАБ. Карлав тĕрт, очищать лопаточкой «шăрт» от травы. См. соха хатĕрĕ. || Мешалка (месить лошадям). Хочехмат. Карлав — мешаля (в Шарбаш. йоркăчĕ), СПВВ. МС. Карлав — улма кăлармалли, утсам пăтратмалли; суха карлавĕ. СПВВ. Карлав — лашасем пăтратмалли икĕ юплĕ йывăç пулать. Изамб. Т. Карлавпа лашасем валли çиме пăтратаççĕ. Сред. Юм. Карлав — лаша пăтратакан икĕ йӳпĕллĕ патак. Орау. Карлав — лаша пăтратмалли (палка в 11/2 арш. с двумя разветвлениями).

карланкă

(карлаҥгы̆), кисть (ягод). Пшкрт. Пĕр карланкă (или: корланкă) пилеш. Ib. Аβи с’уриы п̚олиычӓн, мыр’ы̆ ҕар ланги п̚олос-мэ̆к, ыр с’ын х’э̆р’э̆зӓм таччы̆р-мэ̆н, хора т̚ы̆лы̆п с’э̆лӓчэ̆р-мэ̆н.

карлăк

(карлы̆к), кисть (ягод). Пшкрт. Пĕр карлăк пилеш çырли татса пăрак-халь çӳлтен! См. карланкă.

кармаш

(кармаш), тянуться, вытягиваться, лезть за чем либо высоким, стараясь достать. N. Пирĕн çуртсем тăррине чăхсем хăпараççĕ те, кармашса, пĕлĕт çинчи çăлтăрсене пуçтараççĕ, иртнĕ каç пĕлĕт çинчи çăлтăрсене нуммай та хăвармарĕç. (Сказка). N. Утас уттине те таçта сиксе ларас пек кармашса утса пынă. N. Вăл сан умна вутпала шыв панă: хăшĕ камăлна каять, çавăн патнелле кармаш. Çул пуçĕ З6. Утмăл турат куçĕсем кармашаççĕ çӳлелле. Çутт. 116. Пулăçă кил-йышĕ аллисемпе кармашнă. СПВВ. Кармашса çитме çук. СТИК. Чӳречерен кармашса пăхат. Смотрит, высунувшись в окно. Сред. Юм. Кармашса та çитейместĕн. И рукой не достанешь. Ст. Чек. Алă çитеймен япалана кармашса илеççĕ (вытянувшись во весь рост). Ib. Ан кармаш = ан тăсăл. Изамб. Т. Сентĕре çинчен, кармашса, кĕнеке илнĕ чухне ламппă ӳкертĕм. Чуратч. Ц. Ирхине сивĕ пиркипе вăсем, шăнса, усна-усна тăраççĕ. Ачасем вăсене кармашса çитсе хуçса илеççĕ те, вылляса çӳреççĕ. Сĕт-к. Лаптак кашта çинчен кармашмасăр (= порня вĕçне тăмасăр, алла хытă чăсмасăр) пĕр япала та илимасп эп. Мижули. Ачасем, çакна курсан, кармашса татса илеççĕ те, выляса çӳреççĕ; кармашса çитейманнисем патак илеççĕ те, переççĕ. Кан. Лартмалла пулчĕ савăт хуçин, парăмран хăра-хăрах, çĕнĕ пӳрт. Сутлашнă кивĕ пӳрт вырăнче ларать кăна ку кармашса.

кармунь

кармонь (кармун’, кармон’), гармония (муз. инстр.). Пшкрт. Н. Лебеж. Пĕр лашана сутса, кармонь илтĕм. N. † Кала Якку (тӳрри) кармунне те, аршăн çорă чăс халĕ те, сахат çорă ташлас теп, ура тупань, хыт кĕçтет.

карпун

(карбун), горб. Баран. 252. Тĕвенĕн çурăмĕ çинче пĕр карпун е икĕ карпун пулать. Пĕр карпунлă тĕвесем Африкăра пурăнаççĕ.

карт

(карт), подр. резкому движению или биению. Ир. Сывл. 18. Ыйха ӳкнĕ (сонные) хуласем картах! турĕç вăл саспа. Ib. З. Эп карт сиксе тăрайрăм. Сала 189°. Карт, карт! туртрĕ (дернул), тет те. Альш. Ула лаша карт! турĕ, чĕн тилкепе шарт! турĕ. Бур. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, атте лаши карт турĕ. КС. Шухă лашана сасартăк çапсассăн, карт туртса, тапса сикет (тянет вдруг). N. Сысна (привязанная на цепь) шывра карт туртăнат, тет. Петр сыснана ямаст, тет. (Сказка). Ялав. Çул çинче пынă чух пĕр ача лаши ман лашана тапрĕ те, ман лаша карт сикрĕ, эп ӳкрĕм. Изванк. Хăр-хам (собака), тесе каларĕ, тет, çĕнĕ картах сиккĕрĕ, тет. Тайба. † Чĕн тилкепе шарт турĕ, пирĕн савни карт турĕ; карт турĕ те, мăрт турĕ, хăех, килсе, чуп-турĕ. (Хĕр сăри юрри). Чур. Чĕн тилхепе шарт тăвать, хура лаша карт тăвать; атте çитиччен пирĕн чĕре карт тăвать, атте килне çитсессĕн, пирĕн чĕре лăп пулать Т. VII. Хур пиçсен амашĕ çипрен карт! туртрĕ (дернула за нитку), тет. N. Арăмĕ карт! туртать те, сахманин пĕтĕм çĕввисем шатăртатса каяççĕ. СТИК. Ман алăран тилкепене карт туртса илчĕ (= питĕ хăварт, çиллипе туртса илчĕ). КС. Ман аллăран туяна картах туртса илчĕ (быстро вырвал из рук). Ib. Карт тапса сикрĕ. Альш. Чĕрем кăрт турĕ (при вести о пожаре).

карт

(карт), сделать зарубку. Чертаг. Тӳрĕ картса пуранă; картса çавăрса пуранă; çавăрса картнă (разные способы срубания сруба). Ib. Çил арманĕ пек картса пуранă (особая манера срубать сруб). Янтик. Кĕтӳçсем камăн миçе чун выльăхне пĕлме шутласа çӳреççĕ, вара ăсем камăн миçе чунне пĕр патак çине картса паллă тăваççĕ. Пĕр ĕнешĕн хăйне пĕр карт картаççĕ, пĕр сыснашĕн те çаплах. Сурăхсене — 4 сурăхшĕн пĕр карт картаççĕ. Çапла камăн миçе карт, унăн çавăн тăрăх укçа тӳлес пулат, çан чул талăк апат çитерес пулат. Сред. Юм. Картнă хĕрĕллĕ тенкĕ; кив кĕмĕл тенкĕн хĕрри картлă полсан, калаççĕ. || Уважать, почитать. Б. 13. Тăлăха картăр. Сĕт-к. Мана никам та картакан çок. Меня никто не уважает, не почитает. Торпк. Ама çури амăшĕ çак первайхи арăмăнчен юлнă ачана картмасть, тет. Актай. Тăххăрмĕш качакине никĕш те картмаççĕ: сан, усалăн тытас-и (где тебя поймать вора)! тесе калаççĕ, тет. || Орау. Хăйне хăй асла картать. Важничает.

карт

зарубка, метка; бирка. N. Тир карчĕ (метка у скорняков, для отличения хозяев шкур). Сред. Юм. Çип пĕветме панă чохне пĕвеçсĕм (siс!) пĕр патака çормаран çорса, çоррине хотăр пĕветме паракана параççĕ, çоррине пĕвекен хотăрсĕн çомне çыхса яраççĕ, çавна карт теççĕ. Б. Олг. Ну шошчăк калат, карт кăларса: сан мĕнче ят? тет. — Эп калатăп: туат ят. Туат ят картат пăрăс (пŏрŏс) çине. Эп паратăп сакăр тенкĕ окçа. Пĕре чалăш картат — пилĕк тенкĕ; виççĕ тӳр картат — сакăр тенкĕ полат. Н. Седяк. Карт, отметка на палках. А. Турх. Карт — череда; 4 овцы = 1 карт; 2 козы = 1 карт; сысна = 1 карт; корова = 1 карт; лошадь = 1 карт (ягнята, телята и жеребята в расчет не принимаются). Ib. Карт: 1) бирка, 2) письмена на бирке, З) череда. Сред. Юм. Карчĕ хоралнă. 1) Почернела палка, на которой отмечают исполненные мирские обязанности. 2) (Так говорят в том случае если) пьяница, раз отказавшись от вина, опять начал пьянствовать. Ib. Эрех ĕçме пăрахнă ĕнтĕ олă, чисти карт тусах. Он дал зарок не пить вина. || Кан. Мăйракасем çинче картсем пулаççĕ. Ib. Картпа карт хушши пысăк пулсан, вăл ĕне нумай вăхăт хĕсĕр çӳренине пĕлтерет.

карта лар

попасть в зарубку. || Попасть в точку, в норму. Орау. Пĕр картне лармарĕ-ха, тепрер улма (еще одну картошку) çияс пуль (т. е. не совсем еще насытился; так же можно сказать и о сне). || Янтик. Картне ларсан, юрать (ладно, только бы было понятно), эп лайăх пĕлместĕп чăвашла.

картусăр

униженный. Ала 9З°. Пурăнăçра тем курмала тăвансем. Çапла пĕр ачана картусăра кăларса ярса тем паха пулнă ĕнтĕ вăсене! Халĕ ĕнтĕ пĕри те ырă кураймаççĕ, пĕр ачана хута кĕрекен хĕрĕ анчах аван пурăнăçпа пурăнать.

карта

(карда), изгородь, загородь. КАЯ. Выляса çуресен-çӳресен, эпĕр тата картасем çинче (на изгородях) выляма шухăшларăмăр. N. Йĕри-тавра карта тытса çавăрнă. N. Ху тытса тăракан çĕршыв тавра йĕплĕ хулăран карта çавăрса ларт. Якейк. Сат картине чолпа çавăрнă. Сад огорожен каменной стеной. Ib. Эс итла уя тохса ларнă (построился), кĕт картуна (забор) куçарас полать. Орау. Вăсен çăварне карта тытман вĕт (у них рот не заткнут); мĕн килчĕ, ăна персе яраççĕ; сăмаха яланах мĕн пулнине пĕлсе калаçмаççĕ. Богдашк. † Вăштăр, вăштăр çил вĕрет, карта айĕнчен вĕрет вăл. Тюрл. Онăн сăмахĕпелен çӳресессĕн, карта хошшине те хĕснĕн (= хĕсĕнĕн). Чăв. ист. Картари выльăха тытнă пек тытса тăрат. Микушк. † Вуникĕ капан карти юнашар, укăльча тытсан та, çитмелле. Шорк. Карта, вообще загородка, кроме забора. Яншльд. Карта витĕр куç парăп. (Юр кĕртĕ). || Хлев (не бревенчатый). Вомбу-к. Карта — выльăх карти. Вăл сарай майлах, аслăкла витни те пор. (Тӳрĕ витнине аслăкла витнĕ теççĕ). N. † Пуян карти витĕр эпĕ тухрăм, пуян хĕрĕ юлчĕ хурланса. СТИК. Карта — хлев без сруба и без крыши, только загороженный частоколом с четырех сторон. Карта может быть приделана к какому-нибудь строению, но может быть и на гумне. N. † Çул тăваткалĕнче çук пулсан (если меня не будет), карта хыçне тухса тăр. Тоскаево. Картана тухма та хĕллехи тумтир çук. Тархашшĕн ан прахсамăр, ырă çын. || Ряд снопов, сложенных для сушки. КС. Тырă кĕлтисене карта туса хутăмăр. ХЛБ. Çăлса пĕтернĕ курăка салатмасăр, картапах типме хăварас пулать. Юрк. Тырă вырнă вăхăтра пулат:... карта. Якейк. Тыр вырнă чох ир кĕлтесене карта туса хорса пыраççĕ; валтан пĕр кĕлте хораççĕ, он çине, хĕреслĕ, тата тăват кĕлте хораççĕ; е пилĕк кĕлтее йонашар тăррисене посмасăр парахаççĕ. Шурăм-п. Халĕ тырă выракансем тĕмĕ тума пуçланă, карта тума пăрахнă. Сред. Юм. Тыр типеймен полсан, çăмăр хыçĕнчен вырнине-пĕрне: çилпе типтĕр, тесе, пĕрне аяла хорса, ыттисĕн пуçне кĕлте кочĕ çине хорса пыраççĕ, ăна вара карта теççĕ. || Круг. N. Уйăх карталансан, тăман тухат. Карти пĕчĕккĕ пулсан, час тăман тухат; карти пысăк пулсан, тăман час тухмаст. Митушк. † Уйăх карти пысăк карта, вунă çăлтăр ларса тулас çук. Чув. пр. о пог. 47. Хĕвел карти çывăхра пулсассăн, йĕпе пулмаст. Если круг этот близок к солнцу, ненастья не будет. || Магический круг. Хорачка. Пăри вотпала йĕри-тара çӧрет: карта туатăп, тет. Осал ан кĕртĕр, теччĕ (= теççĕ). Каран тăраччă та, чӧклеччĕ. (Моленье в поле). Ск. и пред. 99. Унтан пилеш хуппипе вут тумтире йĕри-тавра карта туса çавăрчĕ. || Вереница. N. Вĕçен кайăксем карталанса вĕçеççĕ. ЧП. Кайăк хурсем кайĕç картипе. Ib. Карти-карти килет кайăк хур. Сала 77°. † Карти-карти иртет кайăк хур. Янтик. † Кайăк хур каять картипе, йăви юлат пăрăнса (в стороне). N. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм хор-кайăк карта çавăрнинчен; аялалла пăхрăм — тĕлĕнтĕм пĕчикрен пусăк полнинчен. || Ловушка для птиц. Макка 114. Кайăк тытан карти пур. Ала 57. † Карăш карти картара, карăш пычĕ çакланчĕ. N. Тилли, тилли, тилли пур, тилĕ тытан йытти пур, тытан кайăк (siс!) карти пур. || Стан для ковки лошадей. Шибач. || Покос? Сред. Юм. † Утмăл та карта ут çултăм. Утмăл та карта утине (вар. уттинчен) йĕкĕр те капан (вар. икĕ капан) ут хыврăм. Ib. Пĕр карта утă çăлса тохрăм (çавапа пĕр расчин çăлса тохсан калаççĕ). Ib. Карта айне хăварса пырат. (Утă çăлнă чохне, хăй картине лайăх кастарса кăлараймасан калаççĕ). Ib. Карта таврас; утă çăлнă чохне утă карта полса пырать, çав картан çиелти типсен, ăна тавраççĕ. Изамб. Т. Пухнă чухне (сено) малтан карти-картипе пухаççĕ, унтан валем-валем пухаççĕ; вара купа туçа уйăраççĕ (сено). Ib. Малтанхи кун çарана валеçсе, карти-картипе çулаççĕ (рядами). Вир-йал. † Тăваткăл çаран варинче утмăл карта утă çăлтăм. || Паутина. Чув. пр. о пог. 260. Ерешмен карта нумай тусан, çăмăр пулать. Если паук сделает много паутин, будет дождь. Юрк. † Атьăр пурçăн карти карар-и? Пурçăн картисене мен ярар? Хура чĕкеç тытса ярар! || В перен. знач. N. Картине кĕрсен, юрать. Как бы ни сказать, только было бы понятно. (Так во мн. гов.). СТИК. Эй, пирĕн картине кĕрсен юрат! (т. е. нам нечего заботится о правильности речи; вырăсла калаçа пĕлейменнисем, вăсен(е) урăх çын: апла мар, ак çапла каламалла, тесен, вăсем çак сăмаха каласа хураççĕ). Чăв. ист. 11. Вырăссем «ведро» теççĕ, чăвашсем те ăна çав ятпах калаççĕ: хайсенĕн чĕлхи картине кӳртсе, кăшт çеç урăхлатса: витре, теççĕ. Сред. Юм. Пăртак самахлама картине кĕме хытланать халь те. СПВВ. МС. Эсĕ тата ытла картаран тухса каятăн (переходишь границы дозволенного), çапла çын выльăхне çаптараççи (бьют)?

тул карта

помещение для скота на задворках. Альш. Карташ хыçне хыçала «тул карта» тăваççĕ Елшелсем, ыттй ялсем те çаплах, ку енчисем. Тул картанăн тăррине çуррине витмесĕр уçă хăвараççĕ, çуррине витеççĕ: е аслăк айĕ тăваççĕ те, çӳле улăм улăхтараççĕ, е ампар айĕ тăваççĕ. Хĕллесенче, выльăх-чĕрлĕх килте чухне, выльăхсене кăнтăрла çав тул картасене хупса, утă-улăм параççĕ; каçпа вара карташне кӳртсе, карташ варрине параççĕ ути-улăмне. Пĕр картине пуçтарнă-тирпейленĕ, чухне тепĕринче выльăхĕ тăрать.

картала

загородить. Никит. Хăй вăл (подсудимый) çтена хĕринче пĕр карталанă вырăнта тăнă.

карталан

сесть, стать в круг, быть окруженным. Якейк. Эпĕр пĕр çĕре карталанса (в кружок) ларса, çĕрĕпех йомах ятăмăр. Чума. Шыçă мăккăллисем тавралла карталанса лараççĕ. Шурăм-п. № 19. Ыраш карталанса (= çилпе пăтранман), вырма лайăх. (Тот же оборот и в Якейк.). Богдашк. Уйăх карталансан, тăман тухать, теççĕ. Б. Олг. Уйăх карталансан, тăман полат. Чув. пр. о пог. 46. Хĕвел карталансан, çула çăмăр пулать, хĕлле тăман (юр) пулать. Если вокруг солнца круг, летрм будет дождь, а зимой вьюга. Хау. Хĕвел карталансан, çăмăр, хĕлле тăман (юр) пулать. Карти çывăхра пулсан, хăвăрт пулать; аякра пулсан, час пулмасть (çывăхран кайсан, çур тавлăкран пулать, аякран килсен, тавлăксăр пулмасть). Хурамал. Хĕвел карталанса ансан, çумăр çăвать, теççĕ. Шурăм-п. Паян хĕвел карталанса тухрĕ, каçалапа (вечером) çил тухать пуль. || Ск. и пред. ЗЗ. Праçник кунĕ ячĕпе карталанса, ташласа вĕри чунне савăнтарать.

карта пăтти

(поăττиы, пы̆ττиы), назв. моленья. Коракыш. Тата карта пăттисем тунă; пĕçерсен, хăйсем çиеччен, хĕрт-сурта парас тесе, кăмака çине (так!) пăрахнă. С. Алг. Спасибо Шĕкĕр турра, выльăха-чĕрлĕхе лайăх алла илтĕмĕр; виçĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн карта пăтти чӳклетпĕр. Çырлах, амин! Кĕсри хыççăн тихи чуптăр, ĕни хыççăн пăрушĕ чуптăр, сурăх хыççăн путекки чуптăр. Çырлах, амин! (Моленье). КАХ. Пирĕн выльăхсем пыйтланнăран, тата чипер тĕрĕс-тĕкел пурăнччăр тесе, çӳллен выльăхсемшĕн карта пăтти чӳклеççĕ. Т. VI. 46. Кĕрхи сăра иртсен, карта пăтти чӳклеççĕ. Карта пăтти хыççăн вута мимĕр килĕшпе чӳклеççĕ; унтан шыва икĕ мимĕр чӳклеççĕ те, вăл йĕрке пĕтет вара. ЧС. Пĕрре анне карта пăтти пĕçерчĕ. Пăтта антарса куç хыврĕ. Ib. Вĕсем карта пăттине: выльăхсем вилсе ан пĕтчĕр, тесе, чӳклеççĕ. N. Тата карта пăтă (siс!) чӳклеççĕ: виçĕ тĕслĕ выльăхшăн картара чӳклеççĕ. Картана вут хураççĕ, пăттине лартаççĕ, виçĕ пашулу (так!) хураççĕ, виçĕ çӳхӳ хураççĕ. Унтан ĕçлĕкне хул-хушшине тытат, турра кĕлĕ тума тапратат: виçĕ тĕслĕ выльăха виçĕ картана хупма пар, турă. Тĕкĕнчен-çӳçĕнчен тӳлĕтĕр (чит. тӳлеттер), пăхăнчен самăрт. Пĕр вĕçĕ картара пултăр, тепĕр вĕçĕ шăв хĕрĕнче пултăр. (Неясное слово) тур пар уна та. Вара пăттине ларса çеççĕ. Ст. Шаймурз. Карта пăтти те параттăмăр (приносили в жертву).

картлама

(картлама), назв. печенья. Туй. Картлама — род хлеба, имеющего различные формы. СТИК. Картлама — темĕскерле картлă-картлă пашалу евĕрлĕ япала. Ăна малтан пĕр уначĕ чустана йĕтĕрлесе лапчăтаççĕ те, унтан çав лаптак чустана хутла-хутла хураççĕ. Ib. Картлама — складывается «гармошкой» из длинной полосы теста, образуя как бы куб; варится в котле. Ст. Чек. Картлама — около 1/4 арш. в поперечнике; круглый белый хлеб, кислый. Имеет вид спирали, кверху суживается. Ib. Пике валли кучченеçе картламасем, пурçăн туттăрсем исе килнĕ, тет, тетĕшсем. Пазух. Урамăрпа мулла пырать, хул-хушшинче картлама. Изамб. Т. Картлама — складчатый каравай белого хлеба (сгибень).

картлаç

(картлас’), ступенька; лестница. Ашшĕ-амăшне. Кĕркури вара пĕр чĕнмесĕр пусма картлаçĕ çине ларнă та пичĕсене аллисемпе хупласа илнĕ. N. Картлаç çинчен анса, уткаласа çӳрере. Цив. † Вĕт-вĕт картлаç, вĕт картлаç, эпĕ пусмасăр, кам пусас? О Японии. Çав çурт патне сарлака çӳлĕ картлаçсемпе хăпарса каймалла. Изамб. Т. Пусма картлаç — ступенька. Янтик. Картлаç — ступенька лестницы или крыльца. || Бранное слово.

картлашка

ступенька (у лестницы). МПП., ЩС. Орау. Пусма картлашки çинче пĕр хĕрарăмпа çамрăкрах çын темскер-темскер калаçса лараççĕ. Сред. Юм. Картлашка, ступени лестницы. Календ. 1906. Тайлăк вырăна (на склоне) пусма картлашки пек ката-ката илсе, хĕррисене çатан тытас пулать. Цив. Хăйĕн те вара патша хĕрĕ патне çитесси виç картлашка çиç юлчĕ. (Из сказки). Хорачка. Пӧрт-ом картлашки — приступки. N. † Виç картлашки посмине эпир посмасан, кам посас? || Лестница. || Выступ, образуемый двумя зарубками. Стюх. † Çул картлашкисенчен шывсем юхать, те çумăрсем хытă юхнăран. N. Тусан пылчăк пулса çăрăлса выртнă чухне, çĕр картлашкисем çыпçăнса выртнă чухне... Когда пыль обращается в грязь и глыбы слипаются... || Начерт. 100. Картлашка — морщины на лбу. || Полка? СПВВ. ФН. Картлашка = шăкап. См. ульпучи.

карттинлă

с картинкой (-ами). Кан. Кăна çитсă çине пачĕç тесе, З — 4 сăмах çырса çыру ямалли пĕр енĕ карттинлă картăчкăна кăларса катартрĕ.

карчăк

(карџ̌ы̆к, карζ’ы̆к), старуха. N. Вилес карчăкĕ вилеймерĕ, тет, качча каяс хĕрĕ каяймарĕ, тет. N. Васкаса, кĕлтисене çĕмел туса ларткалаççĕ: хăш-хăшĕн ватă карчăк пек курпунлă пулать, хăшĕн тата нимĕн те пулмаç. Пазух. Вăйя тухман хĕрĕсем карчăк пулса лараççĕ. Трхбл. Карчăк, карчăк карчамас, карта урлă каçаймас; хытнă çăкăр çиеймес, çапах мана кураймас. Ib. Карчăк кайтăр масара, каччă кайтăр пасара. Орау. Вăл карчăк, хăне кура мар, пĕр пӳрт ача кăшăлтаттарса ӳстерчĕ. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа каяс хĕр пек. Собр. Çĕтĕк карчăк çынна вĕлерет. (Ăйăх). Латыш. Таса ача çуралать, тет карчăкки. Орл. II. 214. Тимĕр шăллă карчăк, ури сенкĕ пек, пур тĕнчене те тăрантарать, анчах хăй выçах пурăнать. (Суха-пуç). Синьял. Ку арăм вопăр карчăк пулнă. || Жена. N. Каçхине çемйисем тавăрăнсан, упăшки: чĕрĕлетни, карчăк? тесе ыйтат, тет. || Фамильное прозвище. Ск. и пред. 112. Карчăк Микули. Альш. Пирĕн ялти хыçалти Карчăк пиче пурнать-и, вилнĕ пулсан пĕлтĕк кале (так!).

кас

(кас), резать, рубить, пилить. Янтик. Кассан, юн тухмĕ унтан (так говорят про скупого человека). Сред. Юм. Кассан та, йон тохас çок (очень скупой). Чураль-к. Касман пир чăрки айĕнче çĕр утмăл мулкачă. (Купăста пуçĕ). N. Кĕсем, пошăт касассу-япалу!... тарнă, тет. N. Тыр вырнă чухне, касса-касса пынă майĕпе кашлинче кас-пăрах! (срезая хлеб вдруг...). Ала 56. Чăнах та ман мăй патне (до моей шеи) касса çите пуçларĕç (начали допиливать). ТММ. Вунă хут виç пĕрре кас. (Послов.). Изамб. Т. Сарнă чухне пур кĕлтесене те касаççĕ (во время аштарни). Богдашк. † Хĕреслĕ, хĕреслĕ касатпăр аслă урама илемшĕн. Упа 764. Икĕ çын вăрмана йывăç касма кайнă. Два человека пошли в лес рубить деревья. Т. Григорьева. Пуçа кассан, çĕлĕк тăхăн, алла кассан, алса тăхăн, теççĕ. (Послов.) N. † Касса хонă йоманне тĕнĕл тума полмарĕ. N. Вăрманне касса илмелле сутнă (на сруб). N. † Шурă хăва каснă çукчĕ, ывăнтарчĕ хулсене. Рак. Хăйсен алăкне те таçтан каснă — ĕмĕрте те кайса кĕрес çук, тесе вăрçаççĕ арăмсем. Ала 87. Çав чула хĕçпе кас. КС. Вăрçăра темĕн чухлĕ салтак касса пăрахаççĕ. Вĕлле-хурчĕ. Кĕрĕкунне, пыл пуçтарас вăхăт çитсен, чиерех çынсем хăйсенне çеç мар, çынсенне, ют паллă пулсан та, вăрттăн пылсене каса каса илсе, хуçисене ахаль тăратса хăвара пуçланă. Орау. Кăçал тырă лайăх пулчĕ, касса та уçăлмасть (густой, и крупные колосья; хороший налив). Шел. 21. Урпасемпе пăрисем касса уçăлми пулатьчĕç. N. Малтан йĕри-тавăра çеремне касса тухатăн. N. Хĕрарăмсем ку вăхăтра хăшĕ йĕтем касаççĕ. Скотолеч. 28. Чĕрнесене касса якатас пулать (ногги). || О костюме. ЧП. Пурçăн пиçиххи пилĕке касать (режет, жмет поясницу). КС. Енчĕк кант(д)ри мăя касать. || О рези. Б. Олг. Ой, вар касса кайрĕ, чăрр! вар касса кайрĕ! Утăм № 1, 26. Нумай йĕтĕн чĕрӳне касса, тĕл пулмарăн сунан ĕмĕте, илтеймерĕн ирĕклĕ сасса, килĕшмерĕ сана ват тĕнче. || Клевать. Якейк. Корак касман пĕрчĕк çок (все ягоды у рябины исклеваны). || Грызть. N. Хутаççа шăши каснă (продырявили). N. † Пире укçа памасан, шăши кастăр енчĕкне. Сала 97. † Çав укçана памасан, шăрши кастăр енчĕкне. || Кроить. Шишкин. † Шор сăхман ăма осал? — Сак çине хорса каснăран. Чершаг. Ман ачанне сăхман касрăн-и? (скроил-ли?) || Стричь. Яргуньк. † Инке маншăн ма макăран? — Сурăх, тесе, касас çук, сăхман туса, тăхăнас çук. КС. Паян сурăхсене касса ятăм (остриг). N. Хăлха таврашне ытла кĕске касрăн-çке эсĕ? Ты уж слишком коротко остриг волосы около ушей! N. Ачасем çӳç(ĕ)сене эп яланах хам касап, çынна кастармастăп. || Рубнуть. Кан. Вăл тӳрех çывăракан старик патне пырса, ăна пуçĕнчен каснă (рубнул). || Оперировать. Юрк. Унта каснă хыççăн (после операции) вилет (умер). Кан. Пульнитсара пуринчен ытла касса тӳрлетмелле чирсемпе выртаççĕ. || Анатомировать, вскрывать. Чхĕйп. Вилнĕ çынна лекĕрсем каснă (вскрывали). || Легчить, castrare. В. Олг. Мăкăр кас. Вотлан. Нӳхрепре касман така çӳрĕ? (Шăрши). || Ударить передними ногами. Орау. Чуттах хăйне касатьчĕ. Лошадь чуть не ударила его передними ногами (встав на дыбы). || Проедать, промывать (о воде). Орау. Шыв çул хыттине касса кайнă та, çул хĕрринче шĕл-кĕшленсе (т. е. юрпа хутăш) тăракан шывсем юхса кайнă. || Ударить, бить. Орау. Çĕннисем (те, кто стоял за передел) ватса вĕлернĕ, теччĕр, тесе, Терентюкĕ лешĕ (т. е. Шăрши) вилсен, пĕкĕпе пырса каснă, тет. Ib. Ачана касрăмăр. Мы отдубасили, отколотили парня. N. Унтан касат, касат чăпăрккăпа, арăмĕ тăраймас. Тогач. Пĕр каска урлă икĕ алтан пахаççĕ, икĕш те пĕр-пĕрне касаймаççĕ. (Куç). Ала 6°. Сикнĕ чух, эсĕ манăн купарчаран кас. ТММ. Пĕр ута (лашана) касни пин ута çитет. || Убить. Юрк. Пăшал пенине леш енчисем илтсен, эпир ăçта тăнине пĕлсе, çĕрле çывăрсан, хамăра касса пĕтерсе кайĕç тесе, хăраса... || Губить. Сборн. по мед. Пирĕн хура-халăха, сывлăхлă пурăнас тесен те, çав пĕлменниех (невежество) касать. Чхĕйп. Сымар çынĕ чĕрĕлмесен, вилсен: çук, пирĕн çына хăш киремечĕ те пулсан касса карĕ, тенĕ (говорили). Юрк. Укçа çукки касат (безденежье донимает). Кан. Анчах лапка прикашчăкĕ путсĕр çын пулни касрĕ. || Сред. Юм. Касать, очень нужно. || Бойко говорить. КС. Вăсам вырăсла касаççĕ анчах! Они хорошо говорят по-русски. N. Чĕлхи çĕлен сăнни пек касать шуйттанăн. || Изьездить, исходить. Орау. Виттĕр каснăç эппин эс Хусана! Ты, значит, всю Казань изъездил (напр., переезжая с квартиры на квартиру). Ib. Хусан кĕпĕрнине виттĕр каснă ĕнтĕ вăл. Рак. Лутра вырăс ял касать. (Укçа). Бюрг. Тĕнчене касса çитнĕ (обошел, видел весь свет; нехороший отзыв). Утăм. Çавăнпа эп халь тĕнче касап. Альш. Хула касса çӳрерĕмĕр. Мы ходили по городу. Шел. 88. Тĕнче касса çӳресех пĕтеретĕн пурлăха. || Очень хотеть. Якейк. Ман йорра вĕренесшĕн касатьчĕç анчах хĕрсем (очень хотели). Кильд. Кам апла аскăншăн кассах çӳрекен пур. Кан. Пĕтĕ ĕне вăкăршăн касмаст. || О пронзительном ветре. Орау. Çил виттĕр каса пуçларĕ. Ветер, крепчает. N. Çурçĕр енчен, витĕр касса, сивĕ çил вĕрнĕ. Н. Лебеж. † Ман çийĕмре йĕтĕн пир кĕпи, мĕн касмин те, çил касать. || Полтава. Ак сасартăк çын сасси, вăйлă саспа кăшкăрни хаяр касса илтĕнчĕ («вдруг восклицанье раздалось»). || Тюрл. Сăкман лайăх çипçассăн: касса тăрать, теççĕ.

касăн

(казы̆н), рубить сам собою. Яргуньк. Пытăм та, пĕр пуртă хăйне хăй касăнса ларать (сам собою).

каскала

учащ. ф. от гл. кас. Альш. Каскала-каскала лартаççĕ хай Елшелсем хăйсене валли пӳр-çуртсем (после пожара). К.-Кушки. Манăн пĕтĕм ăш-чикĕ каскаласа кайрĕ. Синьял. Унта пĕр кайăк пычĕ, тет те, каскаласа (клюет) улмисене тăкалать, тет. || Плотничать, строить. Хĕн-хур. Пĕрре Петĕр икĕ хутлă пӳрт каскаланă (рубил, строил). N. Çавăн пекех йывăç каскалакан та, чул каскалакан та, çĕре кăнтăр кунĕ пек ĕçлесе ирттерет. N. Çав каскалакан çын каланă тет: манăн вăхăт çук халĕ, часрах пура пурамалла, тесе каларĕ, тет. || Придавать вкус? ЧС. Пултăранпа вĕлтĕрен тип яшкана каскалат. || Сред. Юм. Выç варла эрех ĕçрĕм те, чĕрене каскаласа кайрĕ. [Выраж особое. ощущение, если человек выпьет натощак рюмку (чарку) вина].

каснă-лартнă

точь-в-точь. Дик. леб. 43. Елиса çумĕнче пĕр пайăрка вĕлтĕрен выртнă, вăл каснă-лартнă тĕлĕкре хăй тин курнă пеккиех пулнă. N. Каснă-лартнă кăркка аçи. N. Хĕрĕсем каснăлартнă пĕр пек, пĕринчен-пĕрне уйăраймăн та. N. Çав Ванюк каснă-лартнă ашшех çав (вылитый отец).

касса яр

срезать, срубить N. Хурăна вĕсем çапла касса янă. КС. Никĕслĕх юман касса ятăмăр. || Стричь, «обалванивать». Орау. Чердынта путлĕрех çӳç касакан та çукчĕ. Исправникне те, земскине те, вăрман улпутне те, — пурне те пĕр шкулта пурăнакан стурăшах каса-каса яраччĕ. || Спускать (мельницу). Орау. Арманне касса янă. Мельницу спустили.

касса тăк

рубить на части рубить во множестве. Баран. 119. Нумайĕшĕ вăрмана пĕртте хĕрхенмеççĕ, пĕр шеллемесĕр, пĕр пĕлмесĕр касса (scr. каса) тăкаççĕ.

кастар

понуд. ф. от гл. кас. N. Виçĕ кунтан фараон санăн пуçна кастарса пăрахтарĕ. N. Эсĕ елекӳпе çивĕчĕ çĕçĕ пек кастаратăн. Сборн. по мед. Ачалла чечче кастарсан, пысăклансан тухмасть. N. Çĕленпе вăрçнă чухне хăй аллине хĕçĕпе, кастарчĕ, тет (неосторожно обрезал себе руку). || Очень желать, хотеть. Янтик. Кастарать улма çиесшĕн. Ib. Кастарать Хусана каясшăн. С. Дув. Хăйин пырĕ кастарат, пур укçине хĕрхенет (= хочется выпить пива, но...). Ст. Чек. Киле каясшăн кастарат (или: кастарса çӳрет). Плачет и просится домой (ребенок). НИП. Кăвапа тымарĕсене кастарать? || Кастрировать, оскоплять. Сред. Юм. Ăйăр кастар. КС. Çăва тухсан, кастарса ярăпăр-ха (т. е. женим). Кан. Хăш-пĕр çамрăк ачасене ирĕксĕрех кастарса яни те пулкаланă (оскопляли). Çĕнтерчĕ 35. Е-ей, иртет! Айăр та кастарнă! чух хытă тулашать те, кайран чиперех çӳрет-çке. || Остричь, остричься. N. Çӳç кастар, остричься. Бить (напр., кнутом, прутом). Ст. Чек. Хулăпа кастар — (сечь розгами); пушăпа кастар — стегать кнугом. N. Кастар (саламатпа). Сĕт-к. † Виçĕ йоплĕ чĕн пуши (его кнут) кастарать те çонтарать. || Бойко говорить, резать языком. КС. Унăн свидетелĕсем кастарса анчах тăраççĕ (ловко говорят, так и режут) || СТИК. Салтак пек кастарса ларатăн ĕнтĕ... Ĕлкĕрĕн (будет тебе просить, успеешь)! N. Хаяр чĕлхипе пурне те çитсе кастаракан... || Придавать вкус. Кĕвĕсем. Пултăранпа вĕлтĕрен тип яшкана кастарать (= тутă кӳртет).

кас

улица, околоток; деревня? Хурамал. У деревни бывает: анат кас — нижний конец, вăта кас — средняя часть, ту кас — верхний конец. Эпир çур. çĕршыв. 21. Хамăр енче, Сĕлескер тĕлĕнче, икĕ «Анатри ял» (малти касĕпе, кайри касĕ) лараççĕ. ППТ. Пĕр кас ачисем, пухăнса, тепĕр касса каяççĕ те: атăр, сĕрен пуçлар, утланса тухăр, теççĕ. N. Вăл тăрăшнипе пирĕн виçĕ школ пулчĕ: çак кас Мăнçырмара пĕрре, леш кас Мăнçырмара пĕрре. Ст. Шаймурз. † Пиртен савнă, тусăм инçе мар, пĕр кас урлă кайсан тусăм курăнать. Пазух. Пиртен савнă туссем, ай, инçех мар, пĕр кас урлă каçсан, курăнат. Тогаево. † Пирĕн касăн хĕрĕсем шăратса лартнă çурта пек. Тим. † Кас-кас урлă эпĕ кайса тус пултăм, кассенче кураймансем нумайран. Альш. † Ах, аппаçăм Татьяна, кил илемне кӳретчĕ; кунтан эсĕ кайсассăн, кас илемне кам кӳрĕ? АПП. † Кас-кассенĕн ачисем, мулахайĕпе мухтанать. ЧП. Çӳлти кассенĕн ачисем, анат касра пура пураççĕ. Елаур. Ялавăрта вунă кас. || Повидимому, иногда соответствует русскому «Курмыш». Елаур. Йăлăм-кас — Верхний Курмыш; Анат-кас — Нижний Курмыш (улицы с. Елаура). || Часто встреч. в назв. деревень, в особенности у верховых чуваш: || Порядок домов в деревне). Рааs.

касси-кассипе

целыми околотками. N. Кашни ялта касси-кассипе пĕр канашлă пулса... Ильм. Вĕсем, тĕттĕм пула пуçласанах, касси-кассипе пĕр çĕре пухăнаççĕ те, алла-аллăн тытăнса, хур кайăксем пек пыраççĕ.

кас

борозда. Чуратч. Ц. Эпĕ, атте пĕр-ик кас сухаласа çаварăнсан, унтан ыйтрăм: катана каям-и? тесе. КС. Кас айне ак = ака айне ак, сеять под борозду (т. е. сначала сеять, чтобы потом вспахать). Слакбаш. Кас витнĕ. (Всходы) уже закрыли собою борозды.

касак

(казак), казак; полицейский стражник. КС. Казак — помощник урядника. ЧС. Сасартăках ман пата пĕр касак пычĕ те, вырăсла темĕнскер (= темĕскер) кăшкăрса каларĕ. Шибач. Касак пак отатăн. Сред, Юм. Касакпа çапсан та, каймасп. Хоть полиция будет гнать, и то не пойду. Ib. Эп онта, касакпа çапсан та, каймастăп. Даже если стражники погонят, я и то туда не пойду. Рак. † Тĕттĕм-тĕттĕм çĕре халь çутатат аслă касакăн хĕçĕсем. Пуç. Пĕчĕк, касак ял касĕ (Укçа). Качал. Уçман сунтăхра касман касак выртĕ. (Ал тымари).

касите

(-ᴣиыд’э), назв. наряда из холста или из материи (передн. часть иногда из кожи, через плечо: сзади монет нет; спереди монеты: сверху — полтинники или четвертаки, а внизу крупные, в два ряда; задняя часть — из более красивой материи). Янтик. Каситене хĕрарăмсем умма çакаççĕ, у ал-çупăш чĕн çине тенкĕсем çакса тунăскер. Тенкисем аялта шултра, çӳлелле миçен вĕтелет. Ăна пĕр хулпуççи çинчен тепĕр хул айĕнчен ярса вĕçĕсене хыçалта çыхаççĕ. Тенкисем умĕнче (на переду) анчах пулать. Подюрное. Касите — качча кайман хĕрсем çакса çӳрекен япала. Сылтăм анпуç çинчен сулахай хулайнелле яраççĕ. Кăкăр тĕлне виç-тăватă ĕрет тенкĕ çакаççĕ.

касу

(казу), 'касо' (казо), череда. Б. Олг. Касу окçи пĕр ĕнерен отмăл виçĕ пус паратпăр. Пĕр ĕне — пĕр касу, ик качака — пĕр касу, туат сорăх — пĕр касу (череда). ТММ. Корова, свинья, коза — каждая в отдельности составляет касу; 4 овцы — пĕр касу. Сред. Юм. Олтă сорăхран пĕр касу полат; ине(ĕне) хăй пĕррĕ (= пĕрре), икĕ сысна пĕррĕ, качака çур касу. Тюрл. Олтă сорăх пĕр касу, пĕр ĕне — пĕр касу, качака пĕрре — çор касу. Хорачка. Вольăк касо: валтан касоне (-н’э) шот илес, минче касо покăнат. Пĕр ĕне — пĕр касо, пилĕк сорăк — пĕр касо. || Конский табун. Биболд. N. Лашана касăва янă. Лошадь пустили в табун. Орау. Касу пăхнă вăхăтра каç, лашасене касуран тытса, лашасене çытарма вăрмана каяттăмăр [во время пастьбы в табуне, поочередно, от весенней пашни до çĕртме (пар)] || Поочередная пастьба, осенью, когда перестанут пасти наёмные пастухи. Якейк. Эпир паян касу пăхрăмăр, кĕрконне кĕтӳ прахсан, черетлĕ кĕтĕве пăхни. || Очередь. Орау. Виçмине касу вăсене тивет, паянах каласа хурас. После завтра их очередь пасти табун (лошадей), сегодня же надо их предупредить. Ib. Пире паян касу тивет. || Поветрие. Шимкусы. Халĕ ачасене касу çӳрет. Теперь ходит эпидемия на детей.

касă

(-зы̆), борозда, или земля, срезанная с борозды. См. ака-пуç. Хурамал. Касă — ака тунă чух касăлнă çĕр. Çеçмер. Çоха касси, ака касси — борозда. Ib. Кассипе от! Иди по борозде! (Гов. лошади). Бур. Кассипе калаçăп, автанĕпе ака тăвăп. (Çыру çырни). Календ. 1904. Тырă пĕр касă та акаймасчĕ, тет. || Полоса. Тим. † Касăях та касă ешĕл курăк, çырла çеçки ӳсни курăнмас.

касă

то же, что кас. N. Çиен пур-и, вылян пур-и — атьăр кассипе туя! (Такмак). Пазух. Тусăм касси витĕр эп тухнă чух, тусăм, курса, йĕре, ай, пуçларĕ. СТИК. Пирте ялсем темиçе касса уйăрăлаççĕ. Касă тени — вăл пĕр çĕрте çумлăн-çумлăн ларан килĕсем пулат. Кашни касăри çын хăй кассинчисене çывăхрах. Пирĕн, темле, хăш касса хаяр теççĕ, хăшне йăваш теççĕ. Хурăнташсем пĕр касра лараççĕ. Пĕр пĕчĕкçĕрех касăра пĕтĕмпех пĕр-пĕринпе хурăнташлă çынсем лараççĕ. Альш. Унтан тата çавăн пекех вăл вăйя тухан хĕрпе каччă час-часах тăрăхлакаласа, кулкаласа касă-касă хĕрне, ял-ялĕ хĕрĕсене юрлаççĕ. ЧП. Пирĕн касă ачисем.

касă

то же, что кас. Дик. леб. 40. Касă-касă вăйлă çил-тăвăл пулассине пĕлтерет. СТИК. Çил касă-касăпа килсе уласа каят (эсĕ пӳртре ларатăн пусан). Чув. пр. о пог. 167. Касă-касă пĕлĕт — нависшие тучи, из которых идет дождь, сменяющие одна другую. (Срв: касă çил — напор ветра). Карсун. † Касă-касă пĕлĕт пулас-мĕн. Альш. Ывăлĕ ашшĕне хирĕç калать: эй аттем! пĕр касă çумăр килĕ те, ирĕлтерĕ ярĕ. || Отряд. N. Çапла каласа тăнă чух, сăрт хушшинчен пĕр касă çар тухнă. N. Çапла Израил халăхĕ çарри пĕр ушкăнĕ (в рукописи написано: «пĕр касси») çурçĕр енчен хатĕрленсе тăнă, тепĕр ушкăнĕ хĕвеланăç енче пулнă. Шел. 24. Кайăк хур пек кăртипе умлă-хыçлă тăраççĕ, харас утса, юрласа, кассăн-кассăн пыраççĕ. || Часть. N. Мĕшĕн эсĕ çĕр укçинчен пĕр кассине пытарса хăвартăн? Ковали. Пĕр касси (часть кур) сарай хыçĕнче ларать, тепĕр касси урама тухса кайнă. || Квартал. Юрк.

касăк

обрезанный. || Отрезок. N. Хумран хума çаварса хĕре илет ӳплесе тăвăл касăк, тинĕс хумĕ. Питушк. Çул çине касăкăн-касăкăн кĕрт (сугробы) хывнă, чуптарма та юрамасть. Орау. Çăмарĕ касăкăн-касăкăн çăвать (как бы косыми полосами, во время сильного ветра), пах-ха йăмра хӳттине. П. И. Орл. Пĕр касăк çăмăр килĕ те, ирĕлтерех ярĕ (меня). Орау. Касакăн-касăкăн килсе çăвакан çăмăр шĕвелсе кайса çăвакан çăмăр пекех шӳтеримаçть çав. МПП. Касăк — отрезок, ломоть.

каска

(каска), колода, чурбан, кряж. Тюрл. Каска — коряга. Шорк. Каска, толстое, но не так длинное дерево; если дерево очень толстое, а также длинное, то оно называется «прене». Ib. Ку пренен кочĕ каска кочĕ пек. Сред. Юм. 1) Каска тесе, вăн вершкаран ытла пĕренĕсене калаççĕ. 2) Кĕпеçапакан пĕренене (так!) таткине, каска таткине калаççĕ. Яргуньк. Каска — кĕске пысăк пĕрене (более 1/4 метра в диаметре и до З метр. длиною), йоман каски; если меньше то назыв. «моклака». См. кĕреш. Упа. Шăтăкра каска пек выртать. Чураль-к. Пĕр каска урлă икĕ автан вăрçĕç. (Куç). Ядр. Тавай, пичи, хĕр пăхас: те хурине пăхайпăр, те саррине пăхайпăр; сарри ытла саланчăк, хури ытла хороший. — Ах, шăлăм, апла мар, каска урлă каçас мар! (= мантан малтан ан алан). Сĕт-к. Урамри каская тапса йăвантарияс çок. ЙФН. † Ай, пичи, хĕр куртăм: сĕт чĕрессинчен тухнăскер, катан пир кĕпи тăхăннăскер! Эсĕ илмесен, эпĕ илеп. — Ай, шăлăм, апла мар, каска урлă каçас мар! Курм. † Тавай, пичей, хĕр пăхар; эс илмесен, эп илеп, каска орлă йорамасть. Б. 13. Выртан каска мăкланнă, çӳрен каска якалнă, тет. (Послов.). N. Выртан каска мăкланнă, çӳренĕ чул якалнă, тет. ЧП. Хурама каска. || Вал. Альш. Икково. Кайма ям çол, килме каска! (= скатертью дорога!).

каскăн

(каскы̆н), бродяга. Орау. Зап. ВНО. Каскăн, шатающийся; пройдоха. Ib. † Ялттын-ялттын сикрĕмĕр, ял каскăнне тытрăмăр. Ib. Ял каскăнĕ пулăн çав, ачам; мĕншĕн пĕрмаях ял тăрăх чупатăн-ши? (тет ашшĕ-амăшĕ ачине) Ib. Ял каскăнĕ, ялти сăраран юлмастăн! А. Турх. «Каскăн = çивĕчĕ çын, развитой» (так!). Ib. Пит каскăн япала (его не проведешь). Ib. Каскăн вăрă — пронырливый вор; его не поймаешь, а он всё ворует. Икково. Мĕн каскăнра çӳретĕн? — Мĕн каскăнра чопатăн? Что ты не сидишь дома? (Так говорят детям, любящим слоняться по деревне и пр.). Слакбаш. Каскăн — пур çĕре те çӳрекен çын. || Бойкий, отбивающийся от стада (о животном). Собр. Каскăн ĕненне турă мăйрака ӳстермен, тет. (Послов.). Изамб. Т. Каскăн йытă (везде бегающая). Шевле. Тараска ĕни пит каскăн: кашни çĕр, карта ватса, пахчана кĕрет. Шурăм-п. № 8. Пĕр каскăн сурах таçта тарма пуçларĕ. Сред. Юм. Каскăн выльăх таçта та çĕмĕрсе кĕрĕ ôлă; пирн ĕлĕк çавăн пик пĕр каскăн ине пôрчĕ те пôс-картисĕн орлă ярнайса сиксе каçатьчĕ.

касмăк

(-мы̆к), кадка. Зап. ВНО. Касмăк — кадушка (б. Тет. у.) МПП. Касмăк — долбленая кадушка (пыл касмăкĕ). Альш. Патшан пӳрчĕ кĕтессинче пĕр касмăк эрех ларнă. Иван касмăка çĕклет те, пурне те ĕçсе ярат, тет. Н. Седяк. Касмăк — шыв йăтакан пысăк чĕрес. Сред. Юм. Касмăк — çăнăх хуракан пысăк каткасене калаççĕ. Калашн. Саланса пĕтрĕ-шим касмăкри укçи?

касмăк яшки

назв. свад. обряда. Хурамал. Хĕрпе качча кăмака умнĕ тăратса, кĕççе витеççĕ. Ун чухне пăртак кăна яшка пĕçереççĕ, вăл яшкана «касмăк яшки» теççĕ. Вăл яшкана виçĕ пысăк салма тăваççĕ, çав салмана, пĕр виçĕ юплĕ сенĕк туса, çавăн çине тăрăнтараççĕ (натыкают) те, каччин инкĕшĕ пулсан, çавăнпа пĕрер çамрăк качча ятлама хушаççĕ. Вĕсем ятланă чух сĕтел хушшинчен çав касмăк яшкипе качча сапаççĕ. Хуп-хуп кĕпер, хуп кĕпер, хуп кĕпер урлă каçма пар; ывăл та пар, хĕр те пар, тесе сапаççĕ хĕрпе каччăн питĕнчен. Ташлакан ача, çав салмаллă сенĕке тытса, çапла калать инке, салма çиятни? Пичче, шупăт (шупăт = кĕрпе пăтти) çиятни? Эсĕ çийăн та, эпĕ памăп! тесе, хĕрпе каччăн тутисене тĕрткелесе çӳрет. Çапла туса çӳренĕ чух, хĕрĕн пĕркенчĕкне туртса илсе каять те, кĕлете кайса пытарать. Ăна вара хĕрĕ хăй шыраса тупать. Хăй тупаймасан, пытаракан ачине çĕрĕ парать те, ачи тупса парать. Унтан вара хĕрпе качча хĕве хупаççĕ (кĕлете кайса хупаççĕ).]

каç

(кас’), перейти, перепрыгивать, перешагивать. Юрк. † Кайăк каçман çырмаран эпир касçа килтĕмĕр. Султан. † Урам урлă каçнă чух, кĕмĕл çĕрĕ эпĕ тупрăм. Когда переходил через улицу, я нашел серебряное кольцо. Б. Яныши. Вăл кĕпер урлă пĕр енчен тепĕр енне макăрса чупса каçса çӳрерĕ те, киле часрах чупрĕ. N. † Кăвак ут утлантăм, эпĕ хир каçрăм. Юрк. Каç ĕнтĕ эсĕ! — тет тутар арăмĕ. Чăваш арăмĕ каллех куна: каç эсĕ! тет, кулса. Изамб. Т. Исампальсем ана туса валеçме çаран çине каçсан... Орау. Чупса пырса сиксе каçрăм (перепрыгнул с разбега). Ытла хытă чупса пынипе кирлĕ çĕрте чаранимарăм. Алших. † Сикрĕм-каçрăм пахчана макăнь çулçи татмашкăн. || Приходить, проходить. ЧС. Ют ялтанта курма каçаççĕ (приходят). Альш. † Пирĕн аппа каçнă чухне сарă кайăксем юрлаççĕ. || Пролодить (напр. о ночи). N. Хĕл каçиччен тырă епле пулĕши, тесе шухăшласа ирттеретĕн. || Прожить. Никит. Çак хĕле мăян çиçе каçрĕç (люди). Досаево. Çапла хĕл каçса, çăва тухрăмăр (дожили до лета).

каçарса ӳкер

провести, довести до конца. N. Улăм кĕр-кунне илмесĕр, епле каçарса ӳкерĕн выльăхсене пĕр утă вĕççĕн кăна (на одном сене)?

кун-каçине

за день. Кан. Çынсем, пĕр-пĕрине кура, кун-каçине вырса пуçтарнă кĕлтисене пуха-пуха, çĕмелсем купаласа, анасем çинчен тухса, кам уйри сукмакпа, кам мăн çулпа каялла тăсăлчĕçĕ.

каçар

(каз’ар), прощать, миловать. N. Мĕн пур айăпу пулсан, каçар. НТЧ. Юмăçа пыни: мĕн парсан, каçарас пек (разгневанный киреметь, поразивший болезнью)? тет. Юмăçĕ: ку сирĕн пит çилленнĕскер; пĕр хур, виçĕ кăвакал, тата пĕр путексĕр каçарас çук, тет. Ердово. † Пирĕн çылăха торă каçарать. ЧС. Йывăçсем пулман пулсан, вăл икĕ килĕпех каçарас çук-мĕн те (пожар не ограничился бы двумя домами), йывăçсем чарнă.

каçса кай

зайтись (от плача, от боли, от смеха). Хурамал. Ача сак çинчен çĕре ӳксен: ача каçса кайрĕ, теççĕ (хытă макăрнине калаççĕ). Шарбаш. Каçса кайса ĕсĕрет (заходится, при кашле). КС. Чавса пĕрене çумне перĕнчĕ те каçсах карăм. Юрк. Вăл çапла каланине ытти хăнисем илтсен, тусеймесĕр каçса кайса кула пуçлаççĕ. N. Ачасем пурте кулса каçса каяççĕ. N. Ача вĕсене каçса кайса итленĕ. СЧЧ. Мирон пичче: вăл (тот) чӳкленинчен ун хыçĕнче каçса кайса кулса тăратăп, тет.. || Кан. Ĕçкĕшĕн каçсах каять... Ĕçкĕшĕн (ради выпивки) пуçне пама хатĕр. N. Ытла каçса кайсах савăнни эпĕ? Çутт. 112. Авă пĕр чăххи çăмарта тунă та: кăт-кăт-кăтик! тесе, йăвинчен вĕçсе анать. Ун майĕпе, автанĕ те каçса кайсах (= во всю) кăтиклет. Ib. 144. Пыл тесен, эпĕ каçсах каятăп. N. Хăшĕ çын япалишĕн каçса каяççĕ, çын укçипе пуйма юратаççĕ. N. Халĕ тупăк ăшне кĕрсе выртас пулсан, вĕсем савăнса ӳкĕччĕç, хĕпĕртесе каçса кайĕччĕç.

каç

(кас’), вечер, ночь. Хурамал. Каç каçрах выр тăр та, ирхине иртерех тăрăр. Вечером ложитесь поздно и утром вставайте раньше. N. Каç пуларахпа (к вечеру) хурăнташсене, пĕлĕшсене чĕнме ячĕç. Т. VII. Ун чухне каç пулса килет (близится, наступает вечер), тет. N. Çав каç вĕсем нимĕн те тытайман. В тот вечер они ничего не поймали. N. Ыр каç полтăр! Добрый вечер! ЧП. Ирех тухрăм, каçа юлтăм. N. † Каç пуласса кĕтсе тăр. Б. Олг. Çурнă чох калат: торă, ыр каç ту. Регули 298. Каç поларах (поларахпа) килет. Ib. 1377. Каç поларахпа килтĕм. Изамб. N. Чирккӳлĕ яла каçах (еще с вечера) кĕлле килнĕ çын пулат. Ст. Айб. Каç пулса, çывăрма выртсассăн, таркăн патне тĕлĕкре татах икĕ кайăк пырса... Ишек. Каç каçалла килет. Хĕвел анать. Тим. † Кĕске çĕрĕн ăйхи тутлă, тесе, ытла каçах выртса ан çывăрăр. Юрк. Лутра шĕшкĕ, сарă мăйăр, каçса çитеймесĕр (надо: катса çиеймесĕр) каç турăм. N. Çав хĕрĕх кунччен чăвашсем питĕ хăраççĕ: каç вилнĕ çын каç чĕрĕлсе килет, тесе, чăвашсем вилнĕ çынтан питĕ хăраççĕ. Чуратч. Ц. Тепĕр кун каç ачана тата тепĕр ĕç пачĕ, тет. Сред. Юм. Каç полса пырать (= каç полса килет). День клонится к вечеру. («Здесь показывается не только время, но рисуется и картина»). Ib. Каç пола пырать. День клонится к вечеру. («Здесь показывается только время, а не рисуется картина»), Т. Григорьева. Каç калаçнă сăмаха чăхă сысать, теççĕ. Янш.-Норв. Ăна (орехи) ката-ката каç турăм. N. Каç пулсах кайман та-ха, пуласшăн çав ĕнтĕ! Еще не совсем наступил вечер, но уже скоро наступит. Якейк. Ыр каç полтăр! — Çăвăрса кай (переночуй)! Ху çăвăрса йол! N. Икĕ каç карăм. Юрк. Епле апла, акă епле: кунĕпе ачасемпе асапланатăп, каç çывăрма выртатăп. Скотолеч. 6. Каç тăма (на ночь) сăсăл анчах парсан, тата лайăх (лошади). Ib. 4. Каç тăма апат панă чухне (лошади). N. Каç выртма юлнă ачасем. Чуратч. Ц. Каç выртмаллах кайна çаксем. Пошли с тем, чтобы там ночевать, с ночевкой. N. Ăратнисем килĕсене саланмаççĕ, ĕçсе-çисе çавăлтех каçа юлаççĕ. Макка 160. † Сарă ачана тус турăм, уяв каçне калаçма. Якейк. Ăшă каçсам (в теплые вечера) ăрамра çӳреме лайăх. Байгл. † Каç тĕттĕмсем пулса халь килет-çке, пире кайма вăхăт çитет-çке. || Канун, накануне. Ильм. Мункун иртсен виçĕ эрнерен вырăсэрни каç пумилкке тăваççĕ. БАБ. Вырăсэрни каç, эрне каçсенче пирĕн пата кӳршшĕсем пĕр арăм пырат. Туй. Туй пулас каç. Юрк. Мункун каç пĕлĕтлĕ пулсан, ырă çул пулат. ЧС. Пĕрре эпĕ вырсарникун каç ачасемпе выртма карăм. Альш. Хăят каçĕ вара, Хăят кунĕ (16 июня по ст. ст.) каçпа, тин хай кĕвĕ каласси чарăнат: уяв пĕтет. N. Мăнкон каç, тесен, мăнкон ыран теме те йорат, тепĕр конне (мăнкон), кĕлĕрен тохсан, каç полсан та, мăнкон каçах теççĕ (т. е.. выраж. «мăнкон каç» имеет двоякое значение). Шăмат каç [йон-каç]= или «в субботу вечером», или «в пятницу вечером». Альш. Кунта праçник каçĕсенче кĕлĕ пулат. Ала 27. Эсĕ кунта мĕн туса тăратăн? Эпĕ сана: каçах (еще с вечера, т. е. вчера) карĕ пулĕ, тесе каларăм (думала что ты...). Цив. Эпĕ каç çĕрĕпех сыхласа лартăм, çывăрмарăм.

каçа

(каз’а), к вечеру. N. Каçа туса пĕтернĕ те, çăкăрне илсе, килне тавăрăннă. Орау. Каçа пĕтет ку ана пирĕн (к вечеру сожнем). N. Мĕшĕн апла пит каçа юлатăр? Почему вы так поздно вернетесь? (или: возвращаетесь). || Накануне. ЧС. Пĕрре çула, ака пĕтсен, пĕр вырăсэрни каçа мунча кĕрсе çаранлăха лашасем çитерме, ыран кунĕпех унта çитерсе тăрас тесе, хамăр валли çăкăрсем илсех кайрăмăр.

каçалапа

(каз’алаба), Пшкрт: каз’алаβа), под вечер. ЧС. Хайхи манăн каçалапа çан-çурăм шăна та пуçларĕ. Тăра-тăра хытах шăнта пуçларĕ, сиксе ӳкетĕп саççим. Ала 80°. Каçалапа пырса кĕчĕ, тет, пĕр яла.

каç ларни

посиденки. К.-Кушки. Праçник каç çамрăксем каç ларнисене курса çӳреççĕ. Накануне праздника молодежь ходит смотреть посиденки. Ib. Спас çитнĕпе хĕрсем пуçтарăнса каç ларма тытăнаççĕ. Тăваттăн-пиллĕкĕн пуçтарăнса, пĕр тăлăх арăм патне кайса, хваттир илеççĕ. Хваттиршĕн нумай тӳлемеççĕ: е хутма вутă параççĕ, е укçан тӳлеççĕ; краççинни каç ларакансен вара пулат. Каç ларма тĕттĕмленсен, каçхи апатсем тусан пуçтарăнççĕ. Малтан хĕрсем хăйсем анчах ĕçлесе лараççĕ, унтан арçын ачасем килеççĕ. Кĕсен ĕçленни (= ĕçленн) çук, иртĕнесси анчах. Чăнах, хăшĕ çăпата тума пыраççĕ, нумайĕшĕ вылякаласа анчах çӳреççĕ. Хĕрĕсем те арçын ачисем те каç ларни юррисем юрлаççĕ. Хăш чухне ачасем хушшинче купăс калакан тупăнат, вара çамрăксем ташша яраççĕ. Каç ларнă çĕрте çурçĕрччен ĕçлесе лараççĕ, унтан çывăрма выртаççĕ. Кăчуне арçын ачасем каç ларнă çĕртех çывăраççĕ; ĕлĕк умпек пулман, хĕрсен ашшĕ-амăшсем умпек-кумпек сăмах илтсен, хĕрĕсене каç ларма яман; халĕ ĕнтĕ хĕри-пăраçсем каччăсемпе вылянине нимĕн вырăнне те хумаççĕ, çамрăксем пĕр-пĕринпе часрах пĕрлешеççĕ. Миххайласем çитнĕпе каç ларма пăрахаççĕ.

каçлăх

промежуток времени, приходящегося на вечер. Курм. Чăтрăм, тет, пĕр каçлăха, тет. К.-Кушки. Пĕр каçлăха юрĕ. Ладно на один вечер.

каç пултти

полтти, сумерки. МПП. N. † Порçăн тоттăр çавраки каç полттипе вĕлкĕшет, ир еннипе лăпчăнать. Арçури. Яртлаттарса чуптарать, каç пулттипе сиккипе. Якейк. Паян вăрманта ут шыранă чох ман пит ĕçес килч (= килчĕ). Ништа та шу топимарăм. Каран, каç полттипа, пĕр кӳленсе тăракан шу топрăм та, каçса кайсах (с наслаждением) ĕçрĕм, хортлă полин те.

каç-ту

проводить вечер. Юрк. ЧП. Килтĕм-кĕтĕм çак киле, тухаймасăр каç турăм. М.-Яльчики. † Эпĕ пыраттăм çулпала, пĕр куршанкă мăйри куртăм та, катаймасăр каç турăм; пытăм-кĕтĕм эпĕ çак киле, тухаймасăр каç турăм. Альш. † Çӳлĕ тусем çинче улма-йывăç, авса татаймасăрах каç-турăм. Ib. † Пĕр каç вăйя тухмасан, каç тумалла мар иккен. Собр. † Çӳрерĕм, çӳрерĕм, кантăр ани тĕл пултăм, ларса канса каç турăм. Ib. Çак хуçа патĕнчен кайимасăр каç турăм.

каçхи

вечерний. СТИК. Мана каçхи пекех туйăнса карĕ. Мне показалось, как будто вечер. Собр. Каçхи сăмах çине хура чăх сăхат, теççĕ. (Послов.). Ой-к. Первейхи каçхи пекех. Как и в первый вечер (или ночь.) Хора-к. Каçхи ĕç кăнтăрла колли полнă, тет. (Послов.) Орау. Пырсан, пырсан, каçхи япала, пуçпа пĕр йăвăçа пытăм-перĕнтĕм (или: пуçа пĕр йăвăçа пытăм-петĕм). Я шел, шел в темноте, и вдруг ударился головою о дерево. Трхбл. Каçхи сăмах çине хура чăх сысат (каçпа сăмахпа паттăр, ирхине ĕçĕнчен çук). Шурăм-п. Çимен ашшĕ тырă выракансене: каçхи çăккăр çырткалăпăр (давайте закусим), тет. Бгтр. Онтан вара татах олпутсам, салтаксам килчĕç те, малтанхи каçхисенчен те хытăрах топсампа, пăшалсампа переççĕ, тет. || Назв. злого духа. Золотн. Каçхи — вечерний демон. || Назв. болезни. Яргуньк. Авалхи çынсем каçăхтарса яракан чире каçхи тенĕ. Çав чир çынна е сасартăк варсăр, е чикен тапратсан, каçхи тесе, уншăн, пĕр çут çине кайса, пуянсем е тиха, е пăру, тата хытăрах ыратать е чикет пулсан, хăш чух лаша касса пăрахнă; çавна вĕсем: каçхи касатпăр, тенĕ; касса пăрахсан, тӳрленнĕ, кайран пурăнма та аван пулнă, тесе шухăшланă. Каçхи касмасан, çынни вилнĕ, кайран пурăнма та кансĕр пулнă, тесе шухăшланă авалхи çынсем. || Фамильное прозвище в дер. Хир-Бось, Вурнар. р. N. Каçхи Микихвер.

каçхине

вечером, накануне. ЧС. Пĕр каçхине, однажды вечером. Сунт. Каçхинесенче пĕтĕм тĕнчене йăвăр, пăчă сывлăш хупласа тăнă. Изамб. Т. Çарана тепĕр кунне çулма каçхине валеçсе хураççĕ. Кан. Каçхинесем (по вечерам) çанталăк сивĕте пуçлăсан, пыл пухма пăрахас вăхăт çитет. |! Вечер. Хĕн-хур 94. Вăхăт каçхине... Вăрман шăп-шăпах. Тăмана анчах таçта ӳхĕрет.

каçалăк

(каз’алы̆к), полоса, взятая для жатвы, поперек или вдоль загона. ТММ. Каçалăк, часть полосы, которая жнется артельно (если взять поперек, а в др. местах-и вдоль). В нек. местах такая продольная полоса наз. хӳре, а поперечная — каçалăк. Ст. Чек. Ман каçалăкра ан выр. Тюрл. Каçалăк (во время жатвы). Ib. Пĕрер каçалăклăх çеç йолчĕ. Çутт. 20. Хăй ман каçалăк умĕнчи пуçахсене пуçтарса çӳрет. Тяптя. Вĕсенĕн уйра тулă пулнă, çав тула кашнă каç пĕр каçалăк çисе кайнă (кто-то). Сĕт-к. Пĕр каçалăк вырса илтĕмĕр. Н. Седяк. Каçалăк — каçас тенĕ сăмахран тухать: мĕн чухлĕ çын, çавăн чухлĕ анана татса вырса каçаççĕ, çавна каçалăк теççĕ. Шел. II. 69. Каçалăк умне канма ларнă. ТММ. Вырнă чухне пĕрев выраканпа унăн каçалăкĕ хушшинчен тухсан: алă витĕр тухрĕ, теççĕ. Алă витĕр тухсан, каçалăка выракан аллине çурлапа касат, тет, çавăнпа алă витĕр тухма хушмаççĕ. Упа 616. Вырса пĕтерт мен каçалăк. Сред. Юм. Каçалăк = ôм. Ib. Хăй вырса пыракан тĕле ман каçалăк теççĕ.

каçат

(каз’ат), газета. N. Ĕлĕк ялта каçат тавраш вулăкан сахалччĕ. Халĕ ĕнтĕ килерен каçат çырăнса илеççĕ темеле. Çырăнса илейменнисем клубсене, вулав çурчĕсене, хĕрлĕ кĕтессене, шкулсене кая-кая вулаççĕ. Хăшĕ-хăшĕ пĕр-пĕрин патне кӳршĕ-аршăлă пухăнса та каçатсем вулаççĕ.

каçăрт

задирать (поднимать кверху). Изванк. Пĕр-пĕр лашана юсас пулсан (от колдовства), лашине каштаран каçăртса кăкараççĕ (подняв ей голову). N. Пушă пучахли (пшеница) çӳлелле пуçне каçăртса тăрат. Юрк. Пушă чухне канцелярие тухса утатăп: унта ĕç пур чухне ĕçлекелетпĕр, çук чухне пуçа каçăртса ларатпăр. КАЯ. Эпĕр каялла çавăрнса пăхрăммăр та, — çырлахтăрах турă! — темле йăтă, пуçне çӳлелле каçăртнă, куçĕсене вут пек ялтăртаттарса, сĕлекине юхтарса, пирĕн çие уткăнса килет! N. Вĕсен хушшинче автанĕ пуçне каçăртса кăшкăрса çӳрет. Ст. Чек. Пуçне каçăртса çӳрет. Шел. 51. Хăшин (из гостей) пуçне каçăртса, çăварĕнчен яраççĕ (наливают). Шарбаш. Хура хĕрсене каçăртать, сарă хĕрсене астарать (приманивает). N. † Çак поçнелли (живут не на этом конце деревни) хĕрĕсем орама тохса тăраççĕ, ик чĕччине каçăртса (т. е. выпячивая их). N. Вĕсем пуçне каçăртса анчах çӳреççĕ (т. е. ничего не делают).

каçрашка

с откинутой назад головой; выпячивающийся, выпячевный. Верхогляд, горделивыЙ, «кто ходит гоголем» Ск. и пред. 62. Ӳлĕмрен сан пек каçрашкасене çынсенчен кулса çӳреме вĕрентем! Хурамал. Пит каçăрăлса çӳрекен çынна калаççĕ: веç (вон) каçрашка иртсе пырать! N. † Сĕн ялăн каçрашки качча кайсан ланчашки. Кĕвĕсем. Пирĕн кас каччи иртнĕ чух леш кас хĕре каçрăлать; леш кас хĕрин каçрашки качча кайсан ланчашки. N. † Шемек хĕрĕсен каçрашки Пӳркел каччи юлашки. N. Каçрашка сăмса, вздернутый нос. Слакбаш. Каçрашка, чванный хвастун. || Рогульки саней, на которых держатся протянутые возжи. Шибач. Çона каçрашки или çона мыйри (тилкепе айăккалла каясран). || Назв. какой-то болезни, при которой ребенок плачет, выпячивая животик. Чăвашсем 6. Тата, ача каçарла-каçăрла йĕрсен, каçрашка пĕртереççĕ. Вăл каçрашкана амаран пĕр хĕр (едннственная дочь) пĕрет; çавăн пек амаран пĕр хĕр патне илсе пыраççĕ те, вăл хĕр вара ача кĕпи çумне тăхăр тĕле хурăн хуппи çĕлесе ярат.

каçтаки

см. каç. Хурамал. Каçтаки или качака таки. СЧУШ. Пĕр карчăкăн ĕнепе каçтаки (козел) пулнă.

кат

(кат), откалывать, отламывать, отбивать. Ст. Чек. Пĕрне (в одной лесине) пĕр пуçĕнчен иййипе (долотом) катса кăлараççĕ (выдалбдивают выемку), варринчен, икĕ енчен, икĕ мăйракă пек (как бы два рога, т. е. развилки) хăвараççĕ. Абаш. Конта пăрне (лёд-то) катаç полать (сколоть; катса тăкас — если его раскидать; катса илес — если убрать). Ib. Кӳлĕрен пăр катса илеççĕ. Ердово. Çынсем, килхушшинчи юрсене катса, урама кăлараççĕ. Бес. чув. 5. Вăрăм тимĕрсем ката-ката панă. Орау. Тутине катнă, мур ачи, тенкел çинчен ӳксе! || Грызть орехи. КС. Мăйăр катса шăлсам ыратакан пулчĕç. Трхбл. † Аçтăркан мăйăрне тĕл пултăм; атя иккĕн катар, тĕш тăвар, ĕмĕр уйăрлмасса тус тăвар. Альш. † Пирĕн кас хĕрĕ пике пек: икĕ пичĕ чие пек, катса (надо: татса) çиес çырла пек. ||Вычитать, выверстывать (из суммы, напр. çавăнтан); скашивать, уступать. N. Аллă пусне катса йолчĕ (не додал). Б. Олг. Ах, тет, кашнă аршăнтан вон çичшер пус катат! Ах, исен те йорат полĕ кона, йоратмалла тăла! Çынна ĕçленĕшĕн парас хакне катса панăшăн... N. Тарçука памалла (у др. памалли) укçана катса памарăн-и? N. Нумайтарах илсен тенкĕрен 20 е 25 пус катаççĕ (уступают). Истор. Аслă княçа ямалли укçаран хăйсем валли катса юлкаланă (удерживали). N. Аллă пус катса пачĕ. N. Эсĕ ыра çынах мар иккен. Çав ĕçсем пирки эсĕ çын чунсене те катни-тен? || Недосыпать, меньше спать. Орау. Эп, айăха катмастп-им? Разве я сплю все столько же?

катăк

(кады̆к), кусок, обломок, осколок. Изванк. Çапла вара кĕл туса пĕтерсен, пурте пĕрер катăк чăкăт çиеççĕ. N. Çĕмĕрĕк чӳлмек катăкĕ. Сала 77. † Катăк, катăк пĕлĕт юхать, пирĕн пуçри çавра çĕлĕк пек. Якейк. Шӳрпешăнче çу катăксем ярăнса çӳреççĕ. По супу плавают кружочки (блёстки) масла. N. † Тумпарласен хĕрĕсем катăк-пăсăк тухлан пек. || Недочёт, нехватка. КС. Шушчĕк укçине суса пăххăрĕ, тет те, укçи катăк туххăрĕ, тет. ЧС. Çак ĕçкĕ тĕлĕшĕнчен пирĕн ялăн та катăк пур — ятсăр. Çавăнпа пирĕн ялсен ĕçке çуллен пĕр вăхăтра тумаççĕ. ЧП. Пирĕн тăвансем йĕреççĕ, мĕншĕн йĕнине пĕлместĕп, пĕр тăван катăк пулнăран-тăр. N. † Пирĕн тăван йĕрет, куçне шăлат; мĕшĕн йĕнине пĕлмерĕм, пĕр тăванăмăр катăк пулнăран пуль. КС. Унăн ыттинчен пурăнăçĕ лайăх та, анчах ывăл-хĕртен катăк (нет детей, не рождались дети). N. Катăк польчĕ. Умерла (дочь). Кильд. † Кунтан эпир пĕр кайсассăн, пирĕн вырăн катăк юлмĕ-ши? || С отбитым краем. ЧП. Катăк пуртă (щербатый). N. Катăк чашăк — чашка с отбитым краем. Кан. Катăк хĕриллĕ чукун. Бел. Гора. † Хĕреслĕ тенкĕн хĕрри катăк, пирĕн йыснанăн шăлĕ катăк. КС. Катăк шăллă çын пулать. N. Катак çăвар Иван. Иван, по прозванию катăк çăвар. В. Олг. Катăк сăмса, нос, одна часть которого утрачена. N. Чĕкеçĕн хӳри çавăнпа хайчă пек катăк, тет. Юрк. «Катăк — расколото». || Зубы. Хорачка! ман ачан кады̆ҕы̆ тохса (прорезались зубы); || Меньше. N. Пĕр тенкĕрен виçĕ пус катăк (= 99 коп.). Завражн. Ултă лаша катăк. На 6 лошадей меньше. П. М. Мих. Çиччĕ воннăран виççĕ катăк. 7 меньше 10 на З. || Хуже. Шел. II. 62. Тĕррисемпе пысăккăшсемпе те, çӳçи-шерписемпе те, пур енĕпе те муçейрисем (платки) катăк тăраççĕ. Ib. 60. Ман туйран юлас халĕ? Эпĕр çынран катăк-им? N. Спасибо еще çын çинче катăк çӳреймерĕр. (Письмо). || Глупый. Сред. Юм. Тĕрĕс çын-и мĕн ô? катăкрах вит ô. (глуповат). Синьял. † Ачасем эсйр катăкрах, куç хĕснине пĕлместĕр (не понимаете, не замечаете)!

Катăк ойĕ

назв. деревни? Панклеи. Катăк ойĕнче пĕр Петĕр ятлă çынăн кашни каç пĕрер сорăх çохалать, тет.

катари

далекий. КАЯ. Пĕр ăстарикĕ (один из стариков) халăхран кашни килтен укçа пухать те, катари пасара кайса, пĕр вăкăр илсе килет. Якейк. † Ати нӳхреп çич чалăш, çичĕ тĕслĕ сăри пор, катари хăни кайтăр, тет. Чăн катари эп анчах. Альш. † Катари çуртсене хуранташ турăм иртнĕ çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Кан. Пурăннă Шупашкартан çитмĕл те çичĕ çухрăм катарахри тĕнчере виçĕ тăван. || Рекеев. «Катари»-крайний, т. е. живущий на самом краю деревни.

ката

(када), 1) кустарник (Чебокс., Цив.), 2) небольшая роща из крупных деревьев. Сред. Юм. Ката — 1) небольшой молодой лес, 2) кустарник. Ib. Ката тесе, каснă çĕртен шатса полнă пĕчик çамрăк вăрмана, тăта (= тата) пĕр тĕпрен темиçе йывăç шăтса тохнă полсан, калаççĕ. Имен. Ката — кĕçĕн вăрман, роща. Сиктер. † Çуркунне çурланă куян çури хăш катана кайса кĕрĕ-ши? Зап. ВНО. Ката, мелкий лесок, кустарник. Нюш-к. Ката — кустарник (ореховый и пр.) Н. Тахтала. Ката, крупный лиственный лес, без хвойных пород и березы. ЧС. Ачасем, айтăр, катана умма татма каяр. (Здесь «умма» раньше в рассказе названо «йывăç умми»). ЧП. Çеçен хирте икĕ ката. ЧП. Вĕт катара хурăн çырли. Ib. Кайрăм Ката хĕррипе. Яргуньк. Хĕре катана кайса лартнă (посадили в лес? в сторону?). N. Выртать, тет, çул урлă пĕр çĕлен; пĕр вĕçĕ пĕр катара, тет, тепĕр вĕçе тепĕр катара, тет. Т. П. Загадки. Катаран ката вăрман, патне çитсен беда вăрман. (Кантăр.) Сиктер. Сăмса айĕнчи курăнман, тет, ката хĕрринчи курăннă, теççĕ. (Послов.). Никит. Вăл ката урлă анчах пулнă. N. Пирĕн ялпа вăсен ялĕ хушшинче ката пур. Чуратч. Ц. Эпĕ, атте пĕр-ик кас сухаласа çавăрнсан, унтан ыйтрăм: катана каям-и, унта упа çук-и? тесе. N. Акара лашасем кӳлĕпĕр, катара кĕтӳсем кĕтĕпĕр. Тюрл. Катана çырлана кайрăмăр. Ходили за ягодами в рощу. Ib. Ката котне ларса кан (под куст). Ib. Лаша катана (в кустарник) кĕрсе кайнă. Чуратч. Ц. Пирĕн хамăр ката патĕнчех ана пур. Альш. Çын катана кĕчĕ, тет те, мишукпа икĕ кайăк (мулкач) тытса килчĕ, тет. Букв. 1904. Пирĕн ял çывăхĕнче пысăк вăрман та, пĕчик катасем те нумай. Н. Лебеж. † Касман ката кӳтĕмĕр, ăна кĕрĕве патăмăр, кĕрӳ касса пăрахрĕ. Ала 85°. Ву пĕр çулпа кайнă-кайнă, кайнă-кайнă та, пĕр вĕт катана пырса кĕнĕ. Собр. † Пĕчикçĕ ката карта пек, чечек пекех илемлĕ. Ой-к.-Йавăш. Калех пирĕн ялтан инçе мар ката пур, вăл катара халĕ те киремет пăрахнă укçасем тупаççĕ. || Так наз. углы (мысы) леса, образующиеся по обеим сторонам поляны, вдавшейся в лес. Н. Уз. См. тĕпек.

каталаскер

нечто в роде кустарника или рощи. ЧС. Пирĕн ял çумăнче (= çумĕчче) пĕр çырмара каталаскер пур. Срв. аттеллескер, пӳртлескер.

каталă

каталлă, с кустарником или рощею. Торв. Эпир çав вăхăтра пĕр каталă çырмана пырса çитрĕмĕр. НТЧ. Пирĕн çĕрте, хамăр ялтан пĕр икĕ çухрăмра, пĕр каталлă вар пур.

катен карчăк

(-џ̌ы̆к), дряхлёна? КС. Ачанăн сĕт шăлĕ тăкăнсан: е-хи, эсĕ ватăлнăç, катен карчăк пулнă! теççĕ. Икково. Катен карчăк пек çӳрет. Ходит как дряхлая старуха (плоха здоровьем). Якейк. Эпĕ санашкал катен карчăк мар (брань между женщинами; иногда указывает на неопрятность). Ib. Катен карчăк пак çӳрет. Ходит неопрятно (о женщине). Яргуньк. Катен карчăк(ĕ), так называют безалаберных девочек. Б. Шатьма. Катен карчăк, чучело старухи (делали дети). Кан. 1929. Пĕрер ятлă çĕр çинче 10 — 15 йышлă çемье тăрантарса пурăнаканскерсем, пĕр, сăмахпа каласан — «катен карчăк» хăраххисем (настоящие бедняки). Хурамал. Катен карчăк — начар, пĕчĕк (кулса калаççĕ).

катер

(кад’эр), устранить; огодвинуть. Вĕлле хурчĕ 9. Унтан тăта пăсăлнă, кăвакарнă е чĕкĕрсе варланă карасĕсене катерес пулать. ХЛБ. Çуркунне, юр кайса пĕтсессĕн, курăк акнă анасенче улăма кĕреплепе тураса катерес пулать. N. Хресчен мĕнтен начар пурăннине пĕлес пулать. Вара пур усала катерсе, халаплама мар, ĕç тума çине тăрас пулать. N. Пĕре акăш, рак, çăрттан: урапана вырăнтан катерер-ха пĕр, тенĕ. Каланă та кӳлĕннĕ. Никит. Сăлăпа катерсе пăрахрĕ. Отодвинул засов двери. || Б. Крышки. Ăна вырăнтан катернĕ. Его убрали с должности.

кати

(кади, кад’и), милый (говорят детям в Авралах, б. Ставр. у. Так произносил один чув. из Стар. Сахчи). Ядр. Кати (кад’и), милый. (Сказано взрослому). Б. Нигыши. Татах тепĕр (еще один) кашкăр пырать, тет. Тилĕпеле мулкач: кат!, çима кил! тесе, чĕне пуçларĕç, тет (его). Ib. Çав вăхăтра пĕр тилĕ пырать, тет. Мулкач курнă та (её): кати, çима кил! тесе, чĕне пуçларĕ, тет.

катир

(кадир), восклицание (с араб.). Юрк. Катир, анкартĕнчи шăшисемпе чавкасене мăнтăртса пурăначчен, питĕрех те аван пулĕчĕ-çке килĕнчи çемйисемпе лашисене, ĕнисене мăнтăртса пурăнсан. Ib. Катир, пирĕн чăваш арăмĕ, мĕскĕн, куллен ĕçекен сăмаварне çулталăк хушшинче пĕр-икĕ тапхăр тасатма пушă вăхăт тупат иккен. Ib. Вĕсем те пулмасан, катир, эпĕ тен тĕнчере те пурăнас çукчи!.. N. Эй, катир, турри те парас теннипех ăна пурне те çынсенчен уйрăм ытлашшине илемлине панă.

Катĕрмат сăрчĕ

назв. горы. Сред. Юм. Катĕрмет çăрчĕ тесе, Çиспе пуссинче пĕр тĕлти вырăна калаççĕ.

катка

(катка), кадка. Н. Седяк. См. касмăк. Чураль-к. — Тăр, тăр, тăр Верок, Тăрăн каччи килет, тет, тăхăр вĕçлĕ пушăпа. — Ачи мĕн пек? — Катка пек. — Учĕ мĕн пек? — Урхамах. В. Олг. † Воник йоман пĕр котра: кассан, каска полмĕ-ши? çорсан, çоркам полмĕ-ши? тусан, катка полмĕ-ши? || Назв. меры сыпучих тел. Якейк. Катка — 8 пудов (мера ржи, овса, ячменя и др.). См. крамусла. В. Олг. Çăнăх виçнĕ катка. || Бадья. ЧС. Вăл шыв кăларнă чухне каткана темĕскер йывăррăн ленкрĕ, тет.

катмар

(катмар), глыба, массив; глыбой, массивом. В. Олг. Пĕр катмар (татăк) пăр йохать. Чув. пр. о пог. 167. Катмар, катăклă, комками, отколотый, с выемками. || Большой, грандиозиый. Ядр. Çурчĕсем пит катмар (у КС. капмар). || Сбежистый, с раскинутыми в разные стороны большими сучьями (про дерево). Шел. 127. Катмар хурăнсем. N. Катмар = кутамас, лутра та хулăн йывăçсем, сарлака пысăк туратлă йывăçсем; (вĕсем) çурăлмаççĕ. Кан. Авалхи катмар Юман, татăнса ансан, çĕре татăлса анать. || Назв. леса около д. Атмалкасов, Кр.-Чет. р. Хĕн-хур 6. Унтах, тĕлĕпе, катмар-юмансем çăра çулçăпа шавланă текех.

катршни

то же, что каттăршнай. Б. Хирлепы. † Кăçалхи çăварни катршни: пĕр пăт сĕлĕ пĕтертĕм, пĕр хĕр лартса чуптаримарăм.

каттăршни

(-νиы), то же, что каттăршнай. Якейк. Ятлаçнă чох: каттăршни! теççĕ пĕр-пĕрне.

Катя кӳлли

назв. озера (кӳлĕ), в 1 км. от Аслă-Аксу. Макка 120. Катя кӳлли. Вăл кӳлле ĕлĕк пĕр Катя ятлă çын кайса вилнĕ, тет.

Катьке

назв. речки в с. Шибылгах, Канаш. р. N. Пирĕн ялта пĕр шывлă çырма пур, ăна Катьке теççĕ.

кача-пурне

мизинец. К.-Кушки. Чаду-к. Тепĕркунне тирне сӳрĕç. Пирĕн аттей пĕр кĕренкке çуне илнĕ, тата тепĕр кача пурнине илнĕ, халĕ те пӳртре çакăнса тăрать.

качак пăхĕ

щепка с плевком. СТИК. Нумай çывăракан ачана ун юлташĕсем качак пăх(ĕ) хыптараççĕ. Ир тăнă ача пĕр турпас татăкки çине сурат та, ăна çывăракан çăварне хыптарат; çав вара качак пăх(ĕ) пани пулат.

качмачи хуç

перекувыркнуться? N. Малти урапи панче пĕр пĕчик канав пулнă; малти урапи çавăнпа анса кайнă та, хӳри çĕкленсе çилпеле качмачи хуçса, ӳпне-питне чикеленсе карĕ.

каччă

(кац’ц’ы̆, кач’ч’ы̆), парень на возрасте; жених. П. У. БАБ. Пысăкрах каччăсем. Çитĕннĕ хĕрсем пĕр-пĕр уллах çурта пуçтарăнаççĕ... Орл. II 249°. Вăрман урлă сар каччă курăнĕ. (Хĕвел): Собр. Вăрман урлă хура каччăм пăхса ларат. (Çĕмĕрт). Изамб. Т. Эй, каччă, каччă! Хăна аçу авлантарас тет, ху, сухалама кайсан, ана çинче çывăратăн! Макка 14°. † Вăйя тухман аппасем каччă хыçне кайс(а) ӳкнĕ. Ала 58. † Яль-ялĕнчи хĕресем каччă çинче палăрмасть. Образцы 113. Кăçал салтак нумай илчĕ: яла каччă юлмарĕ. Нынче был большой набор: в деревне (совсем) не осталось женихов.

кашла

шуметь. Н. Карм. N. Кашласа, ешерсе ларакан йывăç çинче çулçă пĕр сийĕ тăкăнса пырать, тепĕр сийĕ сарăлса пырать. Ст.Чек. Хура вăрман (шыв) кашлат (шумит). Орау. Çăмăр хыт çунă чухне чуспа витнĕ çурт тăррисем, вершникрен шыв юхса кашлани катаран илтĕннĕ пек, кашлаççĕ. БАБ. Эпĕ тепринчен (из другого окна) пăхрăм пек те, тĕслĕрен тырă пĕр хир тулли кашласа, хумханса ларат пек. (Сон). Орау. Капла çăмăр çăвах тăрсан, кăçал тырсам кашласа анчах ларакан пулаççĕ (будут высокие и густые). Виçĕ пус. Хытă шăмăллă выльăх çимен йӳçĕ курăксем анчах кашласа ларнă. || О ветре. Шибач. Çил хытă кашлат. КС. Çил кашласа вĕрет (сильно). || О животиых и др. предметах. Качал. Якейк. Çĕлен кашласа çитрĕ (с шумом). ЙФН. † Вĕт-вĕт хăва, вĕт хăва, вĕт хăвара вĕт кайăк, вĕт кайăк каять кашласа, шульчи тăкăнать саралса. Эпĕр каятпăр хурланса. Якĕйк. † Корак каят кашласа, йăви йолать хорлăнса. Ст. Чек. Сăмаварĕ кашласа ларат (шумит) вĕренĕ чух. О сохр. здор. Сĕрĕм тивсен, çыннăн пуçĕ ыратат, хăлхи кашлать. || Шипеть. Г. А. Отрыв. Хура вăрман кашлани мăн çул хĕрне илтĕнет; пичи сăри кашлани пусма вĕçне илтĕнет.

Каша

(кажа), назв. села Кайсароза, б. Симб. у. Разделяется на Аслă-Каша, Тутар-Каши и Кĕçĕн-Каша, Альш. Казанскине (22 октября) Кашанăн праçникĕ, вăйлă ĕçки-çики, йĕпе-сапа вăхатĕнче килет. Каша. Пирĕн яла Каша, теççĕ. Унта икĕ ял пĕр çĕрте. Вырăсла вĕсене; пĕрне д. Елховоозерная, тепĕрне д. Кайсарова, теççĕ. Образцы 92. Çак хула пек Кашаран епле ытарса тухам-ши? || Назв. дер. Артюшкиной, б. Симбирского у.

кашăк

(кажы̆к), ложка. ЧП. Кашăк аври. МПП. Пыл тесе, кашăкпала хыпаймăн. Яргуньк. Кашăк лопашки, широкий конец ложки. СПВВ. Кашăк йышĕ, тот, чья ложка (т. е. хозяин ложки). КАХ. Кашăкки, его ложка. Ст. Чек. Яшка çисе пуçтарсан, кашăк юлсан, хăна килет. Сред. Юм. 'Кашăк пуç ôрлă утни'. Çĕнçол çĕрĕ витре çине пĕрер кôрка шыв яраççĕ, пĕр кашăк яраççĕ; малтан çавăркалаççĕ те, кайран пуç орлă утса яраççĕ. Кашăк ларалла ларса (= лармалла ларса, а также месерле ӳксе, навзничь), он çинче шыв полсан, качча кайсан, куççӳллипе йĕрсе пôрнмалла полат, тет; ларалла ларса, çывĕ (чит. шывĕ) пôлмасан, куйланмалла полать, тет; ӳпне выртсан, аван порнасса пĕлтерет, тет. См. çăпала. || Прозвище. Альш. Кашăк Ванькки (Ваççи).

кашăклăх

на ложку (что-нибудь). КС. Пĕр-ик кашăклăх пăтă хăвар-ха мана валли. || Тайба. Т. † Кашăклăхри хыт çăкăр, эп çиеймĕп, кирлĕ мар.

кашăлтат

(кажы̆лдат), шуметь. Хурамал. Ачасем каç вăйя кайнă чух кашăлтатса пыраççĕ (= шумят. КС. Понимает это так: «ушкăнĕпе пыраççĕ, идут дружно, вместе, в большом количестве»). Сред. Юм. Эп тин, пăртак выртса çыврам-ха, тесе, выртнăчĕ, пĕри алăкран ерипе кашăлтатса кĕрет те; йот çын килчĕ поль (тесе), сиксе тăтăм. Ib. Пĕрмаях мĕн кашăлтатса томтир çăтса (= çĕтсе) çӳрен эсĕ онта! || Итти гурьбою. Юрк. Ман патма анкартне кашăлтатса пычĕçĕ (гурьбою). КС. Пĕр карта хур кашалтатса пыраççĕ (идут массою). Ib. Халăх кашăлтатса карĕ. Ib. Халăх кашăлтатса килчĕ. Ib. Хур ӳшканĕ кашăлтатса çитрĕ. («Не звук, а дружный приход»). Кан. Пĕр пулккă сурăх кашăлтатса каяççĕ. Етрух. Çавăн патне пурте кашăлтатса кĕнĕ (толпою).

кашкăр-çăварĕ

назв. женского головного убора. СПВВ. КС. Кашкăр-çăварĕ пĕр вĕçлĕ сурпан; ăна сурпан пек сырăнмаççĕ, сурпан çинчен, сурпан хуралманнăран (так!) тăхăнса яраççĕ. Ăна урăхла тăхăнчăк теççĕ. НИП. Кашкăр-çăварĕ — белый женский головной убор из полотна, охватывавший плотно голову и уши, — назади спускался хвостом (хӳреленсе).

кашкăр-шăмми

волчья кость. Изванк. Унтан вара ялти выльăхсене пĕр çĕре пухса, кашкăр шăммипе пĕр мурпа вилнĕ ĕнене варăнчен пуртăпа касса татрĕç те, выльăхсене: тасалччăр, тесе, виттĕр кăларчĕç. Кайсар. Кашкăр шăмми вак (?) кашкăр шатри теççĕ, çавна тӳрлетет.

каштăрр

подр. оборваниому шороху. || Вдруг. Сред. Юм. Эп о çыннăнне: окçа çок поль, тесе, шотланĕ, о пĕр кӳшелкке толли каштăрт! окçа тортса каларчĕ. Сред. Юм. Каштăрт! (Неожиданно; напр. не заметили, как он прошел в ворота). См. кăштăрт.

кекмеклентер

понуд. ф. от кекмеклен. Упа 658. Леш вырăн патне çитсессĕн, Яхуте упăте пĕр пăлана кекмеклентерсе сĕтĕрсе пынине курнă.

кемсерт

(кэмзэрт), подр. грохоту. СТИК. Пĕр-пĕр йывăр япала (кункăра, пăтавкка) çӳлтен урайне персе ансан, кемсерт! тăват («громкий звук и открытый»).

кепе

(кэбэ), первоначально — Кааба, теперь — назв. божества (араб). У лугов. чер. кава юмы̆, кава почы̆лт кайш; у вот. каба ин. мар. См. Магн. М. 64, 85, 89, 197. Ст. Чек. Кепе хурĕ. Кепене хур пуснă кĕркунне чи кайран, тасалса, пытьене тĕкне-шăммине укальча тулашне кăларса тăкнă. В. Олг. Хорт тытакансам (пчеловоды): кепе торăн амăшĕ, мана полăш та пар; чипер хун кайăкна пуçтарса, полшса пар мана кепе торă амăш! Она пĕр мăшăр çăртан параччĕ, пăтă параччĕ. Альш. Кепе (Кааба) хĕвелтухăçĕнче, çавăнпа хирте чӳк тунă чухне хĕвелтухăçнелле пăхса кĕл-тăваççĕ. Ib. Кепе кепе-тĕр, кепе ама-тăр. Кепе есть кебе; кебе это — мать (в том смысле, что мать дорога, как кебе дорога, в религии). Вишн. 17. Çĕр-шу тытан кĕпе, çырлах! Т. II. 72. Тата кĕлтăватпăр кепене, ир тăрсан та, каç выртсан та. КАХ. Кепе — имя божества в молитве «карта пăтти». Моркар. Кепе — чăваш торри. Сред. Юм. Кепене кайтăр! (страшное проклятие). Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе вăрçсан, ылханса калакан сăмах. Кепе питĕ усал сывлăш (дух). Тюрл. Кепе вĕт аму санăн, тет; амуна ан хирĕçтер, онăн сăмахĕ çĕре ӳкес çок. Хурамал. Анне — кепе, унпа вăрçма юрамаст. Орау. «Кепе ятлă тăлăх карчăк пулнă (старая, одинокяя, и она стала кепе). См. кепене у Рааs. 62, Мес. 19, 128.

кепене хурпа чӳк туни

назв. моленья. Т. П, 43. Акă кепĕ хур кĕлли. Килĕшпе Кепене хур тăватпăр (приносим гуся), таса турă çырлах. Кепе амăшне пĕр пăтă парап, çырлах. Икĕ кепе умĕнче çӳрекен ырра пĕр юсман, чӳк çырлах. Кепене хур тăвап, йывăр сăмах хыçĕнчен таса кепене килĕшпе хур тăвап, чун татса юн тăкатăп, кепе хур тăватăп, ырă чукĕм çырлах. Ib. Таса кепе хурăм çырлах. Кепе амăшие пăттăм çырлах. Кепе умăнчен килекен ырра юсман, тата кепе чӳкĕм çырлах. Ib. …Таса кепе хурăм чӳк çырлах.

керкке

биться (о сердце). Абаш. Скотолеч. 16. Чирленĕ лашанăн пĕр маях чĕри керккет (при сибирск. язве).

кышла

(кышла), грызть. Чĕлкаш 69. Вĕсем пĕр-пĕрне çăтнă, кышланă. См. кăшла.

кив-кирĕк

старьё. Сред. Юм. Шел. 58. Унта йăтса çӳреççĕ темĕн-те-пĕр кив кирĕк. Ib. 21. Аслă сучĕ сут тăват: кив-кирĕке вăл çăвать.

кивве хăвар

оставлять для последующего использования. О земл. Ырашпа çуртырри акса илсен, çĕре пĕр çула кивве хăвара пуçланă (начали оставлять не распаханной). || Кн. для чт. 43. Вăл вĕсене тырă пулнă çулсем кивве хăварнă. СТИК. Ĕлĕк тырă пит ăнса пулнă; пуянтарах çынсем 20-шер капан кивве хăваратьчĕç, тет. Ib. Кивве хăварас, оставить необмолоченным на другой и на третий год. (То же выраж. в Сред. Юм.).

кивсе

то же, что кĕвенте. Тăв. 47. Тата пĕр-ик кĕпе кивсе чӳкесен, ĕç те пĕтет. Халтан кайнă Кулине, юлашки вăйне пухса, ĕлĕкхи пекех çăмăллăн кивсисене вылятат.

кивçен ил

занять (взять в долг). А. Турх. Юрк. Алăра пĕр пус укçа çук, татах кивçен илес пулат. N. Кивçен илни, заем.

кивçен парăм

хождение на чужие похороны. ТММ. Кивçен парăм = пĕр-пĕрин патне виле пытарма кайни.

кивчем

то же, что кичем, кичен. Шибач. Кивчемĕн тойăнчĕ = намăс пек, пĕр осалтарах сăмах каласан.

кикак

(-гак), подр. гусиному крику. Синьял. † Пĕр килкарти шап-шур хур, кикак! текен пĕр хур çук. Чураль-к. Атăл кукри аллă кукăр, кукрисемĕн кăвакал, кикак текен пĕри те çук, ашшĕ-амăшсем çук курнать. Сала 120. Пус кутĕнчи ула хур, кикак! тесе, кăшкăрать.

кикришке

гребень? || В перен. см. N. Пĕр икĕ черкке ĕçрĕ те, кикришкисем хĕрелчĕç, лайăхах калаçакан пулчĕ.

кил

(к’ил’), итти, ехать, прийти, приехать, прилетать (сюда, в направлении сюда). Альш. Килтĕмĕр, килтĕмĕр те, уччилние çитрĕмĕр хайхи çавăрăнса (шли, шли, и, наконец, вернулись к школе). Ib. † Хуçи: кил, кил! тесессĕн, сĕтел умĕнчи çын эпир; хуçи: килех (прошу пожаловать)! темесен, алăк панчи çын эпир. Ib. Килех, хăта, килехи аван çитрĕн-е (хорошо ли доехал)? тесе калаççĕ. Ib. † Килмесĕр (вар. килмесĕр те) килнĕ çак киле, ытла (вар. ыттах) тĕлĕнтерсе хăварас мар. (Застольн. песня). Бюрг. † Килмесĕр те килтĕм çак тăвансем патне, ухатам килчĕ юрлама. Якейк. Ку карттуса вăл мана сан пата килме анчах пачĕ. Ib. Килĕçин килччĕр (или: килĕç. Если желают, пусть придут... Ib. † Пичи патне килесси (трудно), килессинчен каясси. Ib. Эс Хосана хальччен килмен-и? Халь килнисĕр пуçне эс нихçан та Хосана килмен-и? Ты первый раз в Казани? Ib. Килсен килĕ. Что же, ладно, пусть уж придет, что ли. ГТТ. Маншăн пулсан, вăл кунта пĕртте ан килтĕрччĕ. Я совсем не хотел бы, чтобы он приехал сюда. Изамб. Т. † Ăсатса яр, тăван, ăсатса яр, улма пахчи витĕр кăларса яр. Хăçан килессине каласа яр. Ала 94°. † Кинçĕм те лайăх Хĕвекле, килнĕ те кайнă вăхăтра, хирĕç те чупса тухинччĕ; хирĕç те чупса тухмасан, ăшă та сăмах пулинччĕ. Орау. Пĕр-ик-виççĕ киле-киле кайăп-ха эп (т. е. приеду или приду). Ib. Кашни кун киле киле чӳречĕнтен шаккăп. Буду, приходя каждый день, стучать тебе в окно. Ib. Килме çиле майлă пулчĕ те, аван пулчĕ. Ехать было по направлению ветра, поэтому хорошо. N. Тутар хĕрĕсем, тутар арăмĕсем çуркуннепе киле-киле пир-авăр тĕртмелли иле-иле каяççĕ. Тюрл. Вăл килмелле мар кайнă. Он ушел с тем, чтобы более не возвращаться. N. Килнĕ чухне атă илсе кил. Когда придешь, захвати с собою сапоги. Чув. пр. о пог. 171. Аслати пĕр çĕртен тепĕр çĕре килсе куçсан... Если гром переходит с места на место... Юрк. Куллен уччилнике кил, çырăва вĕренме ан ӳркен. Ib. Килессӳ пулсан (если думаешь приехать), часрах килме тăрăш. Ib. Эпĕ ун патне килсеттĕм, кала халĕ ăна, кунта ман патма тухтăр, тет. Янорс. Пăртак тăрсан тата темиçе пăрохот киле-киле карĕç, хăшĕ темиçе парăш кăкарнă. Шинер-п. Пирĕн пата ан килтĕр, тесе, картисене сӳтсе тăкрăç. Ст. Шаймурз. † Çакăях тăвансем пулмасан, килеймен пулăттăм эпĕ çак киле. Трхбл. Яшкана васкасах ан çак-ха, килерех паччăр (напр. сухаран, вăрмантан). Шурăм-п. № 26. Эпĕ алăкран кĕрсен çĕлĕке илсе, асаттесен йăлипе: ман килес! терĕм. Регули 22. Килмессерен килте çок вăл. Ib. З47. Вăл çомăр çăвиччен килсеччĕ. Ib. 1451. Эп чĕнтĕм она, вăл килчĕ; вăл каламарĕ тума, эп тумарăм. Ib. 17. Исе килмесĕр ма килтĕн? Шорк. Никам та килнĕ палли çук. Нет следов того, чтобы кто нибудь приходил. Ст. Чек. Вĕсем виççĕн килчĕç-и? — Виççĕн кăна-и вĕсем (какое втроем), вунпиллĕк çынна яхăнччĕ! N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те: аçу вилчĕ, терĕ (умер отец того, к кому пришел человек). N. Паçăр ман патма пĕр çын килчĕ те, сан аçу вилни çинчен пĕлтерчĕ. N. Паçăр пĕр çын килчĕ те: атте вилчĕ, терĕ (умер его отец). СППВ. ТА. Кил токко = кил халь. Икково. Ача алла килесшĕн. Ребенок просится на руки. Ib. Вăл ача ман алла килмест. Тот ребенок не идет ко мне на руки. N. † Хам тăванçăм килет, асăнса, хура лаши килет ыткăнса, ылттăн пĕкки килет çутăлса, хурама турти килет авăнса, чĕн тилкепи килет туртăнса. Едет нарочно ко мне мой родимый; его вороная лошадь мчится (стрелою), золотая дуга блестит, загибаются вязовые оглобли, (туго) натянуты ременные вожжи. Кан. Эрнере иккĕ килмеллескер, пĕр хут çеç килет. Альш. Сивĕ çĕрсем (ночи) киле пуçларĕç. Ib. † Сарă хăмăш тĕпне шыв килсен, çурккуне пулнине çавăнтан пĕл. N. Мĕн полат-килет! Что будет! (или: что будет, то будет!). || Прийти за... Орау. Кĕрĕкне илме килчĕ. Кĕрĕк ыйтма килчĕ. Пришел за шубой. || Вернуться, возвратиться. Бел. Эпĕ каяс çĕре утрăм, усем килелле килчĕç. Я пошла своей дорогой (в гости, в другую деревню), а они вернулись домой. (Они были из той деревни, что и рассказчица). Альш. Тимĕрçĕн ачи выляма кайнă, тет. Выляса килет, тет те, тимĕрçĕпе арăмĕ йĕрсе лараççĕ, тет. Ib. Киле килме тухрăмăр вăрмантан. Килсен, килсен, çул çинче манăн алса укнĕ-юлнă. Регули 177. Атти киличчен кĕтсе тăтăм. Ib. 318. Вăл киличчен кӳлсеттĕмчĕ. Ib. З51. Эп киличчен тăрнă вăлсам. Ib. 262. Утсам кĕтĕве ярмасăр килмерĕ. N. Атте пасартан киле пырать пулĕ (уже возвращается). || О запахе. Кратк. расск. Çăварĕнчен хăйĕн пит йывăр шăршă килнĕ. || О выигрыше. Яргуньк. Тата çĕр тенкĕ хучĕ, тет те, татах Ивана килчĕ, тет (Иван выиграл) N. Çапла ĕнтĕ хресченсенĕн тупăш çулталăкне З50 — 400 т. яхăн килет. || Зависеть; происходить. ХЛБ. Тырă-пулли пуринчен ытла сухаланинчен килет (зависит). N. Вăл ĕç пĕр пиртен анчах килмест (не от нас только зависит). Малт. шк. вĕр. фиç. 114. Анчах çавăн пек суя ĕнĕнӳсем пирĕн тĕттĕмлĕхрен килет. || Уродиться, удаваться. Çук, тулăсем кăçал килмерĕç (пшеница не уродилась). N. Хĕвел хытă хĕртсе типĕтсе янипе Египетре халĕ те тырă акни нимĕне те килес çук. || Сходиться. Собр. † Санпа манăн сăмах пит килет, те ĕлĕкрен пĕрле тăнăран. || Возникать (о желании). N. Курас килекен пула пуçларĕ (пулчĕ?). Стало хотеться увидать. О сохр. здор. Тăвассу килтĕр; тăвассу килсен, тума пулать ăна (это). Орау. Тул тухасран тухас килет. КС. Нихçан та кун пек ĕçес килсе ĕçмен пулĕ (т. е. эпĕ). N. Çырас килсе çырмастăп. Янорс. Манăн вара хот (грамоте) вĕренме каяс килекен полчĕ (захотелось итти учиться). N. Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулать те, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярать, тет. СЧЧ. Пăтти вара пĕтĕмпе çу кăна пулат (страшно масленая), çиес килмен çĕртен те çимелле (и не хочешь так явится аппетит). Юрк. Вĕренес килекенсем манăн авă вĕренеççĕ, нихăшĕ те ку вăхăтра киле кайма ыйтмаççĕ. N. Вара вĕсем мана: питĕ каясах килсессĕн, каях, ачам, терĕç. Регули 562. Мăнăн исе килес килет (килмеçт) конта. N. Манăн ăна вăл пӳрте пĕртте ларттарас килмес (не хочу, чтобы он строил). Сред. Юм. Чашăк çăвас килмесен, вăник кошак осрас полать. (Поговорка. Вăник кошак пĕр чашăк çулласа тасатаççĕ, тет). N. Укçа паракан çын хăй укçи выçă çынсене çитессине (дойдут ли) пĕлмесен, укçа парасси те килмест. К.-Кушки. Ăна курсанах, çилĕ килсе каят. Когда на него смотришь, зло берет. N. † Икĕ йӳллĕ çул пырат, пĕр юпĕпе хĕр пырат, çавна тытса, чуптусан, çамрăк пуçа вăй килет. || Приходиться, случаться. О земл. Ана çине навус тăкнă пулсан, çав 100 пăт хакне ĕçлесе тупма килмен пулĕччĕ. Толст. Мана пĕр золотника (= мăскала) 5835 пĕрчĕ килнĕччĕ (эпĕ вĕсене юриех суса пăхрăм, т. е. яйца шелкопряда). ЧС. Мĕн тăвас, пĕрре çапла килчĕ те, ларасах пулать çав. ХЛБ. Ана çине тирĕслĕке тăкнă чух епле килнĕ çапла (= кое-как) тăкас пулмасть. Альш. † Мĕскер пулмĕ, мĕскер килмĕ пирĕн çамрăк пуçсене! || Проявить то или другое качество. Ала 99. Хĕл ăшă килсен, çу сивĕ килет, тиççĕ. Изамб. Т. Кăçал çуркунне сиввĕ килчĕ (весна была холодная). ТХКА. З. Çанталăк пĕр килмест çав. N. Чăнах та, ыйтса пăхсан, Кĕркури пичче: самана çапла килчĕ, терĕ. О земл. Пурăнăç (жизнь) йывăртан йывăр килет. || Означать. Трхбл. Аптăранă тени вырăсла мĕн сăмаха килет-ха вăл? Какому русскому слову соответствует слово «аптăранă»? Альш. Вăл сăмахсем мĕне килнине (что означают) пĕлеймеççĕ. ГТТ. Çак сăмах (слово вирт «палы») мĕне-те-пулин килмĕ и тата? (не имеет ли связи с чем-либо). || Заниматься (о заре). N. Çурăмпуç килет. Занимается заря. || Относиться. N. Вĕсем пĕтĕм патшалăха килекен ĕçсене туса тăраççĕ. || Настраиваться (об инструменте). К.-Кушки. Купăс килмен. || О пении. Альш. Каллах пурте калаççĕ (поют) пĕр сасса килсе, пĕтĕм яла янăратса! Ст. Шаймурз. † Тавай, тантăшсем, иккĕн юрлар, ĕнтĕ килет пулсан кĕввĕмĕр. || Быть подходящим, пригодиться. Орау. Сăмаха килмен япала çинчен мĕн калаçса ларан? Ĕçе килмен япалапа, мĕн тăвас унпа, вырттăр хăй вырăнче. N. Апла килмест вăл. (Это выражение) и верно, не идет, не подходит. Батыр. Ташла пĕлмен çынна кĕвĕ килмен, тет. (Послов.). Ашшĕ-амăшне. Килменнине ан калаç. Не говори того, чего не следует. Ст. Чек. Улталани те манăн вĕт килет (т. е. складно, умело обманываю?). О земл. Икĕ хут сухалама килмесен... || Быть принятой (о жертве?). ЧС. Халь çĕнĕрен пĕçерсе чуклемелле, тата çĕнĕрен чӳклесе килмесессĕн, эсĕ пĕтĕм выльăх-чĕрлĕхе вĕлеретĕн вара (будешь виной смерти..). || Быть к лицу (о костюме). Икĕ талир пĕр манир; ăçта çаксан, килĕ-ши? I| Быть привезенным. Тораево. Тата арча килнĕ, арчи ăшăнче хĕç (меч) пулнă. || Вытекать. Орау. Ача умĕ («воды») килчĕ. См. ача умĕ. || Выходить замуж. Образцы 99. Тата пĕр çул кĕтĕттĕм, килмĕ çавă вăл мана. Я подождал бы еще годик, но дело в том, что она за меня не пойдет. || В чувашизмах. Сред. Юм. Онтан нăмай та порнаймарĕ, тет, карчăк ача килсе те çоратрĕ (неожиданно родила), тет. Йӳç. такăнт. 34. Улюн кальт тутине йĕпетсе. Ах, килех, кил, пулмастех! (Здесь кил в значении русск «прими пожалуйста» при вежливом обращении. Так, при угощении, напр., пивом, угощаемый, попив немного, возвращая поданный стакан или ковш угошающему на руки, говорит ему: кил). || В качестве вспомогательного глагола. Кан. Çул çинче ниçта кĕрсе чей ĕçме тупмасăр, çул тăрăшшĕпех юр çисе килтĕмĕр (всю дорогу ели снег). Якейк. Пасара кайса килме кĕрĕк пар-ха. Дай мне шубы, сходить на базар. ЧС. Атăр, çавна курса килер-ха (сходим и посмотрим), терĕç. N. Тилли кунтă тĕпне шăтарат, тет те, пуллисене çул тăрăх тăкса килет, тет. N. Манăн кун-çул кĕскелсе килчĕ ĕнтĕ. N. Пурăнас кун çулă (= кун-çулу) пĕтсе килсессĕн... ЧП. Вăйă иртсе килет-çке, пирĕн ăшсем çунçаçĕ-çке. Сунар. Унта çу çинче пĕр ылтан çыпçăнса килнине курнă (червонец пристал к весам, которые брали в соседи). Альш. Çырмасем типсе килеççĕ (после разлива). Ib. Тырра хиртен пуçтарса килеççĕ. Ib. Чапăрлăсене, халĕ ĕнтĕ вĕсене: тăват пилĕк килĕрен те ытла мар, теççĕ Мертлĕре, пĕтсе килеççĕ, тет, вĕсем. Ib. Чапăрлă çапла кĕçĕн ял пулса тăрат-тăрат та, пĕтĕмпе пекех пĕтсе килет. Ib. Тул çуталса килет (светает), пушара сӳнтерсе килеççĕ (возвращаются, потушив пожар). Ib. Кунсем лайăх тăраççĕ-ха. Çу уйăхĕ çитсе килет. Ib. Каçпа вара çынсем тухса килнĕ чух ӳсĕр выртат Мишка. Ib. Вăл тайлăмра (в ложбине по течению реки) вара ялсем килнĕ ларса. Ib. Килсе килчĕç вуникĕ вăрă. Синерь. Патша ывăлĕ кайăка хӳринчен тытрĕ, тет те, хӳри тухса килчĕ (оторвался), тет. Хора-к. Çанталăк питĕ тĕттĕ(м)ленсе килчĕ. Ib. Мункун çитсе килчĕ, ĕçме-çиме пĕтсе килчĕ. Якейк. Пӳрте кĕрес тесе, алăк хăлăпĕнчен тытрăм та, алăк халăпĕ хуçăлса килчĕ (отломилась). С. Дув. † Çӳлĕ ту çине улăхнă чух пĕр ял килет курăнса. Толст. Уйăх шуралса киле пуçланă, сывлăм ӳкнĕ, тул çутăлса килнĕ. Регули 225. Пол тытса килет; пол тытнă çĕртен килет. Ib. 1272. Копан-копан тияса килтĕм. Капанĕпе (копипе, копипех) тияса килнĕ. Орау. Тĕнче пĕтсе килет; ăйăх пусса килет. Ib. Мункун çитсе килет. — Тул çутăлса килет. — Каç пулса килет. Ib. Кăнтăрла çитсе килет, эпĕр, вырса, ана пуçĕнчен уйăрлман, ялкулли! КС. Аслати алтса килет. N. Суйлав вăхăтĕ çитсе килет.

килмен-кайман

беспорядочный, никуда непригодный. N. Килмен-кайман ĕçе тăват. Никуда негодное дело (работу) делает. Альш. † Килмен кайман йыснана Пӳркелĕнчен тупрăмăр. Тайба-Т. † Татăк-татăк улача çеçен хиртен тупрăмăр; килмен-кайман йыснана çав ялтанах тупрăмăр. Ст. Шаймурз † Килмен-кайман йинкене çавă ялтан тупрăмăр. N. † Килмен-кайман кĕрĕве (ял ятне) тупрăмар. Орау. Килмен-кайман сăмахсем = намăс сăмахсем. Юрк. Çăкăр мурĕ. Манăн пĕр пĕлекен çыннăмăн килмен-кайман сăмахĕсем пур. Çав сăмахсене вăл час-часах çынсем умĕнче, тытăнат асăнма. Самар. Пĕр килмен кайман карчăк таврашĕ. СТИК. Мĕн çак килмен-кайман Мишука тăхăнса ярам? (Говорят надевшему пиджак; килмен-кайман — не к лицу, не идет».

килсе кала

прийти (приехать) и сообщить. Орау. Пĕр малай (= татарчёнок) килсе каларĕ (сообщил). || Выразиться. Сред. Юм. Тăрсан-тăрсан, пĕрер сăмах килсе калать (= каласа хурать). Постоит молча, потом и скажет два-три слова. Ib. Çав çапла килсе каларĕ (= каласа хучĕ) те, вăтаннипе, шăтăк полсан, çантах шăтăка анăтăм. Шăтăк çок та, çапах çавăнтах тăтăм.

килтĕн кайтăн

(килдэ̆н’-к̚аjды̆н), несколько раз покидавшая мужа. Побывавшая за несколькими мужьями. Н. Уз. Пĕр упăшкаранах темиçе уйăрăлса калле килекен арăма килтĕн-кайтăн теççĕ. Темиçе упăшкана каяканне те калаççĕ.

килттĕм-кайттăм

невзрачный? Чăв. Хресч. Пĕр килттĕм-кайттăм, çĕмне тăкман ват тĕве çеç. Пуçне çӳлĕ çĕклесе, пĕчĕк пуш çăварĕпе кавлет.

кил

(кил’, к’ил’), жилище (двор), дом. Зап. ВНО. Аран-аран киле çитрĕм. Альш. Ун пеккисене ыттисенчен ытларах асăнаççĕ ялан та кил тенĕ çĕрте. Ib. Васкаса утаççĕ килĕсенелле (домой, ко дворам). Истор. 152. Псковран виççĕр кил Мускав çĕрне куçарнă. N. Пĕрер килĕн (подомно) çĕр кастарса парас марччĕ. О сохр. здор. Çав чир пур киле кам та пулин пырсассăн, вăл çын пĕр эрнерен, е икĕ эрнерен чирлет. Орау. Унта пурăнма кĕрсен, малтан эпир хваттерте пурăннă, унчан, пурăнсан-пурăнсан, хамăр кил турăмăр. Хыр-к. Вăлсем çулла çĕр ĕçлесе пурăннă, хĕлле кил таврашĕнче выльăхсем пăхса пуранатчĕç. Байтеряк. Çимĕк кунĕ, ирхине, пурин килĕнче те пĕçереççĕ икерчĕ. В. Олг. Кил (или: кил ăшне) шăл; мести избу. Изамб. Т. Хĕрĕн ялĕнчи ăратнисенчен (родня невесты) пĕри çĕнĕ кил (ново-выстроенный и пр.) пулсан, малтан çавăнта кĕреççĕ. Б. Хирлепы. † Кил варинче ват çĕмĕрт. N. Пилĕк килĕ çуннă. Сгорело пять дворов. Юрк. Эсир халĕ килĕре (домой) тавăрăнăр. N. Хĕрĕн юлташĕсем (товарищи) килнелле тарнă. Байгул. Кил теннинче (= тенинче) тирĕк-чашăк шăлтăртатмасăр пулмас, теççĕ. Трхбл. † Эпирех те килтĕмĕр, ай, кил пулчĕ, сирĕн кăмăлăрсĕм тин тулчĕ. N. Эпĕр уйпа пĕр килти çын пек пурăнатпăр. || Подворье. Конст. Чăв. Одессăра Пантелеймон монастырĕ килĕнче (в подворье) вĕсем çĕр каçнă.

киле

домой. Абыз. Апай киле килсе (итти домой и) çима каларĕ. N. Килелле килнĕ чух, по пути домой. Альш. † Эпир çын патĕнче (в гостях) пит аван, киле килсессĕн епле-ши? N. Киле каясси (до отьезда домой) пĕр ик-виç уйăх çих юлчĕ ĕнтĕ. Бугурусл. Киле çитрĕмĕр: инкек çине инкекех çав — пирĕн алăка питĕрнĕ хунă! Сред. Юм. Паян ирхĕнех килтен тохса кайнă та, çавăнтанпа киле лексе корман-ха (не бывал) ко таранччин. N. Упи кайсан, хĕрĕ килелле тарма пуçланă (побежала).

киле кӳрт

принять (мужа) в дом; принять в зятья. Альш. Ăна (беглеца) пĕри хăйĕн хĕрĕ патне киле кӳртет те, Елшел çынни пулса каят вăл. Чăв. й. пур. 29. Павăл вилсен, арăмĕ: ачасем çамрăк, тесе, хăй патне хамăр ялтанах пĕр çынна киле кӳртнĕ (вышла за него замуж, приняв его на житье в свой дом).

киле кĕр

войти в дом, в зятья. Н. Шинкус. Çак кĕлле аттепе пĕр-тăван пичче вырăнне киле кĕнĕ Димитрий Кузьмин каласа çыртарчĕ (продиктовал). Б. Яныши. Коракĕ салтака кайса килсен Ĕçтар Петĕрĕн Кĕтерин ятлă хĕрĕ патне киле кĕнĕ. || Сред. Юм. Киле кĕме кайнă. (Туйла качча каякан хĕр хăй ратнисем патне киле кĕрсе çӳрет). Тюрл. Киле кĕни — хождение невесты по родне перед свадьбой. См. туйла.

кил-йыш

семья. Пазух. † Атăк хĕрĕ кӳрмеклĕ, кил-йыш тума юрамасть. БАБ. Унтан пĕтĕм кил йышпе, вите урай варрине хуран тавра ларса, çие пуçларăмăр. Т. VI 54. Пур чунăмпа, килĕм-йышăмпа асăнатăп, витĕнетĕп. Кан. Кил-йышра çичĕ çын, вĕсенчен ĕçе юрăхли пĕр хĕрарăм çеç. Пшкрт. Кил-йыш, семья [в тв. пад. кил-йышпа и кил-йышыпа (-βа)].

кил йышĕ

семья. Собр. Акă пĕр вăхăтра пĕр кил йышĕ вăрман çывăхинче тырă тĕттĕм пулачченех вырнă, тет.

кил-карти

(-δиы), двор. Пухтел. Чума. Наум Прокофьев Питĕрте хуçа патĕнче тарçăра кил-карти тасатса пурăннă. N. † Пиччен кил-карти чăрăшла, чăрăш варнче ылттăн йопа, ылттăн йопа тăрăнче чăпар куккук авăлтать. (Хĕр йĕрри). Синьял. † Пĕр килкарти шапшур хур, ки-как! текен пĕр хур çук. N. Кил-карти çавăрса лартрĕ. || Забор? Ск. и пред. Çуртсем тавра кил-карти чул хӳме пек çавăрнă. || Дом и двор, со всеми постройками. Рааs.

кил çурти

назв. свечи, зажигаемой на поминках. N. Хывас умĕн тăватă çурта çутаççĕ, виçĕ çуртине сĕтел умне лартаççĕ, пĕрне, кил çурти тесе, алăк патне лартаççĕ. (Ваттисене хывни). Вил-йăли. Тата сентĕре юпи çумне ăрасна пĕр çурта çутаççĕ, вăл çуртана кил çурти теççĕ.

кил çĕленĕ

домашняя змея. Альш. Чăвашсем каланă тăрăх, кирек хăш киле те çĕлен илешет пулат. Вăл çĕлен киле усалтан, тата ют çĕлен пырса илешесрен сыхлат пулат: çавăнпа выльăх-чĕрлĕхе ют çĕлен сăхасран сыхлас пулат; ют çĕлен сăхсан та, тӳрлетет пулат. Кил çĕленĕ куçа курăнмас, теççĕ. Мĕшĕн те пулин курăнас пулсан та, ăна тимеççĕ: кил çĕленĕ кăмăллă, чуна шиклентермес, теççĕ. Пĕр-пĕр çĕлен мĕн пирки те пулин выльăха е этеме сăхсан, ăна çĕр йышăнмас пулат; вăл хĕлле те улăмсем айĕнче, унта-кунта пуранат пулат. Ун пек çĕлене чăвашсем юратмаççĕ: вĕлерме тăрăшаççĕ. Унăн усси çук, теççĕ.

кил хуçи

хозяин, хозяйка дома. ЧС. Юрк. Вăсем (вырăссем) кĕнĕ пӳртре вĕсенчен пуçне тата пĕр чăваш арăмĕ, кил хуçи, пулнă. Ст. Чек. Пӳрт хăпартнă кунтан тытăнса, виçĕ каç çĕнĕ пӳртре кил хуçи выртат. (Обычай). || Назв. духа: владетель дома. Может показаться в доме в виде змеи, тогда надо совсем покинуть дом. МПП.

киленӳ

удовлетворение, наслаждение. N. Пĕр вăхăта пыракан киленӳпе пурăниччен...

килĕ

(кил’э̆), дом, двор, См. кил. Альш. Таяпана каякансем пĕр виç-тăватă килĕ пур ялта. Ib. Икĕ кӳршĕ хутлăхĕнче вара нимĕнех те пулмас. Икĕ килĕпе пусă пулат, унта выльăх-чĕрлĕх шăвармалла... Ib. Вăрмантан тухса çитнĕ çĕрте пĕр çич-сакăр килĕ ял пек туса çынсем ларнă. Ильм. Вылясан-вылясан, килĕсене таврăнаççĕ те, выртаççĕ. ЧС. Çапла вара (таким образом) икĕ килĕ çунса кайрĕ. Кашни килле кĕнĕ чух... Юрк. Чĕмпĕр хулинче укçа сахал, ăна кура хĕр нумай, пĕтес те çук, килĕрен çапла темиçешер хĕр. N. Халăхсем килĕсене саланнă. Сред. Юм. Пирн муньча виç киллипе (или: килĕпе, килпе). Баня принадлежит трем хозяевам. Изамб. Т. Çук. Пасмани те пĕчĕкĕ мар. Утмăл киллĕ хăнана ĕçтерме çитет.

килĕрен килле

килĕрен киле, килрен киле, из дома в дом. Сред. Юм. Килĕрен килле солланса çӳрет çанта... Юрк. Пĕр ыйткалакан килĕрен (киле) çăнăх пуçтарса çӳренĕ. КС. Мункунта пирĕн патра килĕрен киле пăт чӳклесе çӳреççĕ. Бгтр. Урамăн чăн хĕрĕнчи пӳртрен пуçласа, килрен киле кĕрсе çӳреççĕ. Кан. Хĕрсен пĕр-пĕр яла пырсан, малтанах, килĕрен киле кĕрсе, пурин куçĕсене те пăхса тухмалла.

килĕнтеш

(кил’э̆ндэш, к’ил’э̆н’д’эш), «женский персонал (снохи) в доме». Н. Карм. Пичче арăмĕ ман арăмпа килĕнтеш пулат. Качча кайнă хĕртен ыйтаççĕ: санăн килĕнтеш пур-и? теççĕ (т. е. есть ли еще другая сноха). Альш. Ирхине вĕсене килĕнтешĕ-мĕнĕ тухса тăратать. Ib. Килĕнтешĕсем — каччипе пĕр тăванăн арăмĕсем. Ст. Чек. Икĕ кин пĕр-пĕрне килĕнтеш теççĕ (заочно, не всегда). Ib. Икĕ килĕнтеш лайăх пурăнаççĕ. Две снохи в доме живут мирно. Ib. Килĕнтешĕм манăн усалччĕ. Ib. Килĕнтеши — сноха данной женщины, все ровно, младшая или старшая. Ib. Сан килĕнтешĕ килте пулчим? Ib. Ĕлĕк тăват-пилĕк килĕнтеш пĕр çуртра пурăнатьчĕç, халĕ апла мар ĕнтĕ; качча кайсанах, уйрăлса тухма пикенеççĕ. Ib. Кинлĕ-килĕнтешлĕ пултăмăр, çемье пысăк пулчĕ. (Женили и сына и брата, поэтому и увеличилось семейство). СПВВ. Килĕнтешсем умĕнче киненейсе çӳрес-мĕн. Ib. Килĕнтеш — кинпе кин иккĕшĕ. К.-Кушки. † Ик килĕнтеш тӳрĕ (дружны) пулсан, кил кӳрнекне çав кӳрет (вар. вăл кӳрет). N. † Ик килĕнтеш тӳр(ĕ) пулсан кил илемĕ килетĕ-çке. Тайба-Т. † Икĕ килĕнтеш тӳр тăрсан, çавă кӳрет кил илемне. Кĕвĕсем. Хурăнташ хура юратать, килĕнтеш кине юратать. N. Кил, килĕнтеш, кĕмĕлтеш, кĕмĕл укçа сăвакан. ЧП. Кӳрĕш хĕрĕ кӳрнеклĕ, килĕнтеш тума юрамасть. Изамб. Т. † Кӳрше хĕрĕ кĕрнеклĕ (так!), килĕнтеш тума юрамаст.

килĕш

(к’ил’э̆ш), то же, что кил-йыш, семейство. Ходар. Чӳклемере ятлаçу-вăрçу пулсан, тепĕр чӳклемеччен килĕшре пĕр çын вилет, теççĕ. Ib. Чипер тырра-пулла алла илнĕ йĕркепе сана, турă, ачи-пăчипе, ывăлĕ-хĕрĕпе, пĕтĕм килĕшпе пуççапас, тет (хозяин дома), çырлах! («Чӳклеме»). С. Алг. Килĕшпе чӳклетпĕр пăтă. Спаççипă турра-пӳлĕхе, лайăх алла тырра-пулла илтĕмĕр, тепĕр кĕркуннеччен лайăх ырлăх-сывлăх пар. Çырлах, амин. С. Дув. † Эпĕ пырас килĕше элек парса тултарнă. (Хĕр йĕрри). N. Хăй килĕшпе, со своей семьей. Çĕнтерчĕ 18. Эсир килĕшĕпе, çакă манăн сурчăка (плевка) тăмастăр! Сиктер. Килĕшпе, çуртăм-йĕрĕмпе, ачам-пăчампа, çемьемпе, тĕрĕс-тĕкел тăма пар. Ib. Килĕшпе хĕрт-сута (так!) чӳк тăваççĕ Шептак. Акун килĕшпех лайăх порначчĕ (= порнаççĕ), сана пысăк салам яраччĕ. КАЯ. Тфу... Сире урнă йăтă туллани-мĕн? Е килшĕртине (так!) туллани?

килĕш-чикки

семья. Ст. Яха-к. Пирĕн килĕш-чиккине пĕр-пĕринпе чипер лайăх çураçтарса лăпкă усра... (Моленье). Ib. Маçилке карчăк пирĕн пата пырса кĕрсессĕн, пирĕн килĕш-чиккисем уншăн пĕтĕмпех савăнса кайрĕç. Собр. Килĕш-чиккинче вăрçă таврашĕ тухмасть.

килĕш

(кил’э̆ш), соглашаться, договариваться, уговориться. Юрк. Пуринпе те (во всех отношениях?) çапла икĕ енчен те килĕшсен... Ib. Кĕсем те мĕн пурĕпе килĕшсен, евчи чăпăркка пăрахат. N. Канаш туса килĕшнисене хăшне-пĕрне земски собранисене параççĕ. || Торговаться, столковаться. Чем люди живы. Пăртак тăрсан, Симун çак арăмпа хакне килĕше пуçланă. N. Вăл кĕрĕшекенсемпе кунне пĕрер динарипе килĕшнĕ. Юрк. † Пӳлмĕрсем тулли тырă пур, хакне килĕшмесĕр ан сутăр. Ау 17°. Шуйттан ачи тухрĕ, тет те: этем ! ытти япалапа килĕш, çурт кучĕ йывăр, теççĕ, (терĕ, тет). КС. Эпир унпа килĕшеймарăмăр. Мы с ним не могли столковаться (или: сторговаться). Альш. Çарансем килĕшеççĕ. Юрк. Хай айăра илес текенсем виçĕ çĕр тенке килĕшсе укçа парсан, ăйăра илсе те каяççĕ. Ст. Чек. Вăл ун лашине килĕшмен (не сторговал) || Сосватать. Килĕшсе çураçни. К.-Кушки. † Килĕшнĕренпе йĕре-йĕре хĕрлĕ чĕре шуралчĕ. N. Хĕрĕ килĕшсен (кунсан), Мариам, тавăрăнса, хăй амăшне чĕнсе пынă. Образцы 99. Пĕр чӳрече, ик чӳрече, атте, мана хĕр килĕш. Атте, санăн кинĕ (сноха) пулĕ, манăн кăмăлăм тулĕ. || Понравиться. Никит. Çак сăмахсем пĕтĕм çынна питĕ килĕшрĕç (пришлись по сердцу, понравились). Альш. † Çак тăвансем патне килсессĕн, сăмах килĕшеймесрен хăратăп. Кан. Кăмăла килĕшрĕ пулмалла старикĕ. Н. Якушк. † Эпĕ каяс килĕре çын килĕшмест, теççĕ, эпĕ епле килĕшĕп-ши? (Хĕр йĕрри). || Помириться. Чăв. й. пур. 9. Леш Микка ялан ӳкĕтле-ӳкĕтле йăпатнă, ку йăпатнă тăрăх вара лешсем пĕтĕмпех килĕшнĕ. || Быть удачным, годным. N. Кунĕ те килĕштĕр, çынни те килĕштĕр. (Из наговора: «Ăш ыратсан, вĕрекен кĕлĕ»). N. Вĕсем (знахарки, лекарки) куçа килĕшмен япаласем ярса, пушшех пăсса пăрахаççĕ. О сохр. здор. 51. Çапах та вĕсем пит аван апат, вĕсене пурин те çиес пулать, анчах сывмар çынсене питех килĕшмест. Ст. Чек. Кунти çĕр-шыв мана килĕшмен (не подходящий климат). N. Эпĕ халĕ вар-виттипе хупланап-ха: те кунта килни килĕшмерĕ темĕскер мана. Орау. Мана пур апат та килĕшмест. Янш.-Норв. Телейсĕрсенĕн вăрласа кайсан та (невесту) килĕшмест: е вĕсене çул çинче тытса, укçасем илеççĕ, е курайман çынсем вăрланă чухне çӳсмен пăявне касса татаççĕ. || О согласии в речах. ЧП. Сирĕнпеле сăмах пит килĕшет. Ст. Шаймурз. † Сирĕнпе сăмах пит килĕшет, те кĕçĕнрен пĕрле ӳснĕрен. || Быть угодным, итти в прок. Ст. Чек. Манăн парне килĕшмен (жертва не принята). Ib. Кĕлле кайни килĕшмен (хождение в церковь оказалось неугодным). ДФФ. Çинĕ чухне, хул калек шăмăсене (= шăммисене) хышласа тасатсан, çутă çĕрелле тытса, витĕр пăхатьчĕç: вăл шăмсем таса пулсан, чӳк килĕшнĕ, тетчĕç, — таса мар пулсан, хура йĕрĕсем курăнсан: чӳк туни вырнаçуллах мар, тесе калатьчĕç. ЧС. Çын-мĕн кĕрсен, чӳклени килĕшмест (неудачно), терĕ. Ib. Пĕр-пĕр вĕçен-кайăк йăва çавăрма киле илсе килсен (пух жертвенных птиц) Куслав килĕшмест, тет те, вара нихçан та килĕшмест, тет. Арçури. Киремете килĕшмен, çырмаранах çырлахман. ЧС. Сирĕн хăйматлăхсене сурăх парне пани килĕшмен, унăн алли йăвăр пулса, сурăхусем çавăнпа вилсе пĕтнĕ. Шурăм-п. 9. Çав вите хуçи лаша çилхиие йăваласа муталать пулсан, лаша киле килĕшет (ко двору). || Быть приличным. Ст. Чек. Килĕшменне хытланан! Якейк. † Ай аки Мари пор, хĕр чох çӳрени килĕшет (когда выйдет замуж, гулянья прекращаются). N. Килнĕ çыннăн кайни килĕшет. || Быть к лицу. N. † Çĕнĕ çапата, шур чăлха хĕр уринче килĕшет; хура сăкман, йăс тӳмме каччă çинче килĕшет. Г. А. Отрыв. † Хамăр хура пулсан та, савни сарă килĕшет.

килĕштер

понуд. ф. от гл. килĕш. || Уживаться, дружить. Дружно жить. КС. Ашшĕпе ывăлĕ килĕштеримарĕç (не могли ужиться). Батыр. Кӳршĕрен кушак илсе ӳстерсен, кӳршĕпе килĕштерсе пурăнмалла мар, тет. Шибач. Йăван арăмпеле акăш килĕштеримаççĕ. || Соглашаться. N. Хĕрĕ, ашшĕсем килĕштерсен, килĕштерет-и, тен те, ашшĕсем тем хăтланĕç. Ала 9. Пĕр пĕрне юратса, пĕр-пĕрин халапне килĕштерсе пурăннă. Болезни. Вĕсене ĕç ĕçлесе парас вырăнне картла выляса ларма часрах килĕштермĕлле. || Приводить к согласию. N. Тутарсем, пирвай килĕшмен пек пулса, чăркăшса тăчĕç. Тăрсан-тăрсан, пĕр тутарĕ килĕштерсех пăрахрĕ. ППТ. Шавласа тăраççĕ, тăраççĕ те, вăйçа епле те пулин килĕштереççĕ. || Чувствовать взаимную симпатию. N. Иванпа Маре тахçантампах килĕштереççĕ ĕнтĕ вĕсем. || Облюбовать, наметить. ТХКА 30. Ĕлĕк эпĕ салтакра — Варшшавра слушпăра тăнă чухне, пĕр поляк хĕрне килĕштернĕччĕ. Оксанă ятлаччĕ вăл хĕр. N. Суйланă чухне хăйсем кама килĕштернĕ, çавна суйлас пулать, çын каланине итлес пулмасть. ЧС. Кушил çĕклекене килĕштерсенех (как только выберут?), ачасем анат вĕçĕнчи çурта чупса каяççĕ. || Примирить. Бес. чув. Арăмĕ ачисем темĕн килĕштереймесĕр йĕре пуçланăскерсене килĕштерчĕ те, вăл сĕтел хушшине ларчĕ. || Умилостивлять. ГТТ. Тӳркĕллисене килĕштерес пулат. Надо умилостивить (уладить) духов. || Настроить (инструмент)? || Найти подходящим, рrodare.

кимĕ

(к’имэ̆, кимэ̆), лодка, дощаник. Персирл. N. Кимĕ çине кĕрсе лар. Садись в лодку. || Баржа. Изамб. Т., Сред. Юм. Макка 26°. † Пирĕн атте тулă пухат, тулă кимми ярат пуль. Собр. Кимĕ яракан хуçа та саланать, теççĕ. (Послов.) СТИК. Кимĕ — большое судно. Орау. Пĕр кимĕ пек çуна çине улттăн-çиччĕн тияннă та, хĕртсе катаччи чупаççĕ. Сред. Юм. Кимĕ пик-çиç шăвать. (Пит йĕрипе çиç отакан çынна калаççĕ). || Пароход. НИП.

кимĕçĕ

кимĕç, лодочник, судовщик, владелец судна. N. Тăрсан-тăрсан, пĕр кимĕç пырса чарăннă.

кинемей

(-эj), жена старшего брата моего отца. Старак. Ирĕксĕр контан кинемей. «На безрыбьи и рак рыба» (Послов,). Вомбу-к. Кинемей, кинеми (вăталаххин ачисем мучин арăмне калаççĕ). Ст. Чек. Кинемей, 1) мăн асятте арăмĕ (жена деда отца), 2) асаттепе пĕр тăванин арăмĕ (жена брата «асатте»). Шорк. Кинемей — женщина, которая вышла замуж в данную деревню из чужой, но не землячка матери. Карсун. Кинемей — жена пысăк тете (пысăк тете (муччей). СПВВ. КМ. Кинемей = ват инке. || Почтительное обращение к старой женщине. СТИК . Кинемей, старая старуха, бедная. Ib. Эй, кинемей-карчăк = неряха. || N. «Кинемей (аскăн çын?)».

кинтеш

(к’ин’д’эш), то же, что килĕнтеш. Сред. Юм. Иккĕн пĕр тăванăн маткисĕне кинтеш теççĕ. Тюрл. Кинтеш пор-и? Кинтеш полсассăн, тăвăртарах порнăç полакан, тет.

кипĕт

повидимому торговая лавка. (с тат.). Ст. Шаймурз. Кая-кая икĕ пĕлĕт хушшине пырать, тет, унта яр-мунккава пырса кĕрет, тет. Пĕр кипĕтрен вуткĕ аршăн, аршăнне виççĕр тенкĕлĕхне виçтерсен, хăйсем урăх пӳлĕме укçа пама кĕреççĕ, тет. Ача, вĕсем кĕрсен, виçсе хунă тавара кĕсйине илсе чикет, тет. Укçа парса килсен тавара пăхаççĕ те, тавар çук, тет. Кусем калаççĕ: йăнăш пулнă пулĕ, тесе. Çĕнĕрен виçсе параççĕ, тет. Кипĕтрен тухса каяççĕ, тет.

кипкеле

пеленать. Кан. Малтан кил-çурта та, ачана кипкелесе вырттарнă пек, майласа хăвараççĕ. || Обволакивать. — vеIаrе. В. Ив. Тырă çулçин икĕ пай: пĕр пайĕ тырă тунине, хăмăлне кипкелесе тăрать, тепĕри, çӳлереххи, туна çумĕнче сарăлса ларать.

кирелĕ

(-л’э̆), 'киреллĕ', нужный, годный. Баран. 119. Астăвăр, вăрман час çитĕнсе çитмест; кирелĕ йывăç пуличчен нумай çул кĕтес пулать. N. Ку йывăçа касса ан пăс, вăл кирелĕ йывăç. Изамб. Т. Кирелĕ япала, нужная, годная вещь. Ib. Ку кирелĕ япалана ма пăсрăн? Образцы 73. И, вут та (дрова) памăп, пĕр кирелĕ кунта (в нужное время) эп пулмăп. Шугур. Киреллĕ этем, сговорчивый человек (киресĕр — упрямый). Тюрл. Киреллĕ (çын), милостивый (человек). Чебокс. «Киреллĕ çын — ссорится и скоро мирится». Рааs. Киреллĕ — пригодный, хороший, послушный, услужливый. Моркар. Киреллĕ — канаша кĕрекен ырă кăмăллă çын.

киресĕр

негодный, упрямый. Якейк. И, киресĕр! — Эсĕ те питех киреллĕ мар. (Перебранка). Чебокс. «Киресĕр çын (не мирится, злится»). Зап. ВНО. Киресĕр — юрăхсăр. Ib. Çав киресĕр япалана мĕн усрап! Ib. Пулать киресĕр çын: ним каласан та кĕршмест! В. Олг. Киресĕрскере исе кисе. Принес ненужную вещь. Чĕр. чун. йап. й-к. пур. 17. Такам та ăна (богомола) ниме киресĕр, тĕссĕр япала, темелле. Альш. † Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. СПВВ. ЕХ. Киресĕр — каласа мая килмен çын. Моргар. Киресĕр — каласа канаша кĕре пĕлмен çын. Стюх. Киресĕр — капризный. || ГТТ. Йĕршер Паймит сăртĕнче (около с. Тюрлемы) ĕлĕк тĕне кĕмен киресĕр çынсене пытарнă, тет.

кирек ăçта

хоть где.., куда ни..., где ни... ТММ. Кирек ăçта пырсан та, икĕ алла пĕр ĕç. (Послов.).

киремет

(кирэмэт, к’ирэмэт’, Пшкрт: кєр’ємєт), киреметь (как свящ. место; от араб. кирамӓт). Охотн. Разные места около деревни и в самой деревне чуваш усеяны киреметями. Даже люди, близко стоящие к чувашам, часто ошибаются, понимая под слозом «киреметь» самих злых богов. «Киреметь», собственно, есть место, где пребывает злой дух, напр. дух какого-нибудь известного, некогда жившего на этом месте, чувашина, представляющего собою героя. У нас, напр., около деревни лежит прекрасное возвышенное пустсе место, имеющее форму полуострова, так как оно окружено с трех сторон двумя реками, соединяющимися в одну. На этом месте, помню, несколько лет тому назад росла старая, старая береза. Место около березы, а нередко и самую березу чуваши называют «утлас киремечĕ» — киреметь Утласа. По преданию чуваш, всем этим полуостровом владел когда-то богатый мужественный чувашин по именн Утлас. Находясь на высоком месте, откуда виднеется окрестность, и в то же время защищенном реками от нападения неприятелей, и владея домом с подземными кодами, ои умел всегда искусно и мужественно охранять себя и свое имущество от воров и разбойников и держать в страхе и покорности жителей нашей деревни. Утлас сам давным давно умер, но не умер его дух; он живет под березой, посаженной Утласом в своем саду. Дух его и теперь держит чуваш в страхе. Ни один чувашин не осмеливается выразить свою непочтительность к березе, где живет он, в противном случае дух Утласа наказывает его продолжительными телесными болезнями, для избавления от которых существует единственное средство — просить прощение в молении перед березою и зарыть в землю около нее медную монету, двухкопесчного или трехкопеечного достоинства. (Признаки жилища. Утласа до сего времени сохранились). «Киремети» имеют и другое происхождение. Место, где раньше совершали в продолжение столетий общественные моления высшим богам, нередко впоследствии были оставляемы, так как с течением времени условия жизни изменились, и чуваши, находя неудобным молиться на том месте, выбрали другое место для молений. Но уважение к прежнему месту молений сохраняется. Они и после изредка ходят туда молиться. Затем йомзи, затрудненные в обьяснении причины болезни чувашина, обращавшегося к ним за советом, говорили, что болезнь могла произойти лишь от неблагопристойного поведения его около известного места. Так постепенно чуваши приходили к убеждению, что на этом месте обитает злой бог, который и посылает нм болезни. Отсюда произошли новые «киремети» чуваш. Например, в нашей деревне, на берегу речки, есть место, куда собирались некогда для совершения общественных молений; оставлено было оно, по всей вероятности, когда поселились на противоположном берегу русские. Присутствие их мешало им молиться, так как те позволяли себе смеяться над их религиозными обрядами. Чуваши для молений выбрали другое место, а прежнее обратилось в «киреметь» (Авăр-кӳл киремечĕ). Сюда, в день совершения общественных млений, приходит старик, выбранный обществом, подметает небольшое место и, незаметно зарыв в землю медную монетку, отправляется домой. Этим выражается уважение к священному месту и память о молениях в старину своим высшим божествам. Чуваши чрезвычайно боятся киреметей и положительно разоряются на жертвоприношения им, особенно при продолжительной болезни. Дети еще с малолетства запугиваются «киреметью». Я помню, как нам было страшно проходить мимо «киремети»: мы опасались даже говорить между собою, чтобы как-нибудь не проронить оскорбительного для «киремети» слова. Как-то невольно слово застывало на языке. Никит. Киремет место — место, где приносят жертву киреметю. N. Ĕлĕк чăвашсем киремет патне укçа пăрахнă, халь нухрат пăрахаççĕ. Акă вăл мĕшĕн: халь киремет ашшĕ вилнĕ, теççĕ, аслă ывăлĕ уйăрлса тухнă, вăталăхĕ салтак(р)а, кĕçĕнан ухмах, теççĕ; çавăнпа ăна халĕ, укçа вырăнне нухратпа улталаççĕ. Собр. Умма татас вăхăт çитиччен, киремет патне умма татса еçсе пăрахсан, киремете аçа çапса çунтарса ярать, теççĕ. Çапла тусан та тармасан, сысна пуçĕ кайса чикеççĕ, тет те, вара тарать, теççĕ. N. Вăл мăн чӳк тенине киремет ăшăнче тумаççĕ, пĕр таса çерем çине тухса парне кӳреççĕ. Шурăм-п. Кунта ĕлĕк киремет пулнă, тет. N. Вăл киремет тени — йăри-тавра йăвăç; çав йăвăçсан йăри-тавра карта тытнă, çав карта ăшне пĕтĕм ватă çынсен (так!) пуçтарăнса кĕл-тăваççĕ. И. Тахтала. Киреметре ан вăрçăр, унта вăрçакан вилет. Никит. Çав киреметре час-часах çынсене киремет тытать. Начерт. 104. «Киремет» и «киреллĕ», место чувашского богослужения. Бгтр. † Пирĕн ял çине пăхсассăн, Шупашкарăн туйăнат, çак ял çине пăхсассăн, киреметĕн туйăнать. Панкми. Чĕке ту киремет, Мăн киремет, Çĕн киремет. Чăвашсем 13. Чăвашсем, килте пĕр-пĕр çын чирлесен, юмăç патне каяççĕ те, вăл вăсене мĕн-те-пулин каласа ярат. Е пĕр-пĕр ыр сăмах калат (киремете), ырă сăмах каласан вара часрах тума хăтленеççĕ. Хăш киремете, вăл юмăç мĕнпе чӳклеме калат: пăтăпа-и, хур-кăвакалпа-и. Пăтă юсманпа ак çапла тăваççĕ: пилĕк тиркĕлĕх юсман тăваççĕ те, унтан пăтă пĕçереççĕ; пиçсен вара, кайса хăш ырăсем каманине чӳклеççĕ. Пырсан, пăттине юсманне лартат та, асăнат: е пĕсмĕлле, тав тăватăп, пуççапатăп, çырлах, мана хĕнне асапне ан пар, тесе. Хамăр айванлăхне пуççапса каçарттарма килтĕм, çырлах, ан пăрах, тет. Çак сан таврашăнта ытлашши сăмах калаçнă пулин те, вылянă-кулнă пулин те. Çырлах, тунă кĕллĕме хапăл ил, эпĕ хуранлă пăттăмпа, тиркĕлĕ юсманăмпа асăнатăп, витĕнетĕп, мана (чит. ман) айван кĕллине хапăл ил, эпĕ хам айванлăхăмпа йăнăшрăм, çырлах, тунă чӳкĕм-кĕллĕм вырăнлă пултăр, тет. Вара виç хут ӳксе пуççапат та, тата укçа хурат вара, миçе пус та пулин. Ун пек киреметсем пирĕн çĕрте пилĕк тĕлте. Ак ăçта: пĕрремĕш — Шăхран тулĕнчи ырсем, вăл варман хĕрринче, çырмара, Киштек хирĕпе хамăр хир хушшинче; иккĕмĕш — Киштекри ырсем теççĕ, вăл çирма ялта, вăрман хĕрринче; виççĕмĕш киремет вăрмантан пăртак аяккарах, унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă, çĕмĕрт пит нумай пулнă; анчах вăл киремет пит хаярччĕ, тет, вăл; унта никам та пырса кĕреймесчĕ, тет; вăл вăрмана вара уделни вăхăтĕнче кирпĕç тума кастарнă, тет; ăна кастарма килекен старшина вара пĕр уйăхранах вилнĕ, тет. Тата пĕр Киштек вырăсĕ çав киремет тĕлĕнчен иртсе пынă чух, ун тĕлне çитсен, мăшкăлласа, ларса сыснă, тет те, хăй вара пĕр эрнеренех вилнĕ, тет; пит усалччĕ тет, çав киремет. Çавăнпа унтан халĕ те пит хăраççĕ. Халь анчах йывăç сахал юлнă ĕнтĕ: саккăр-и, тăххăр-и анчах юлнă ĕнтĕ. Тăваттăмĕш киремет — Тарăнварта, вăл Салмалав хирĕпе хамăр хир хушшинче. Пиллĕкмĕш киремет — Хула ăшĕнче, Ахтапана кайнă çĕрте, çӳлĕ çыран хĕрринче. Тата тепĕр киремет Кăнна урлă, Таяпа енче, тĕме çинче; унта пĕр хурăн ларат халĕ. Çак киреметсем пурте пĕр пек мар: хăшĕ ытларах та хаяр, хăшĕ аплах мар, тет. Тата хир-йĕнче, Раккассипе Елшел хушшинче, пĕр киремет пур, тет, çавна çитес хаяр киремет çук (такого злого киреметя, как он, нет), тет, вара. Ун тĕлĕнчен иртсе кайнă чух калаçма та юрамаст, тет, кулма та юрамаст, тет. Вăл киремет вырăнĕ çултан инçе мар, çултан çĕр хăлаç анчах, тĕме çинче, таврашĕнче йывăçсем ӳснĕ, çавăн енне çавăрăнса пăхма та юрамаст, тет. Пĕлтĕр пирĕн ялсем улатимир Аçтап(п)анĕ Миххайла праçникĕнче Раккассине йыхрава кайнă. Унта вăл ĕçкеленĕ, каç пулсан тин тухнă, хăй ӳсĕр пулнă; çав киремет тĕлне çитсен, аташнă вара, аташса çаврăнкаласа çӳресе шат супнă вара. Унтан çав киремет тĕми çине пырса кĕнĕ те, унтах лашине тăварса, çуни çумне кăкарса, выртнă вара. Вăл, çывăрсан, пит усал тĕлĕк курнă вара. Тухнă, тет, салтак çарри, пурте пăшалпа, тет, унтан кăна та шурă кĕпе-йĕм тăхăнтарса пăшал парса, салтакла вылятнă, тет. Унтан ирхине, тул çутăлсан, киле тавăрăннă вара; киле тавăрăнсан, мĕн пулнине пурне те каласа кăтартнă вара. Унтан вара хăй пĕр эрнеренех чирленĕ те, тăватă уйăх асапланса(н), вилчĕ вара. Нимскер туса та мая килмерĕ. Хăй виличченех пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Сред. Юм. Кашни киреметĕн хăйăн хуçи пôр, теççĕ. Çав хуçин çитĕнсе хĕр качча кайсан, çав хĕрĕн ô киремете хăйпе пĕрле илсе каяс пôлать, тет; хăйне илсе каймасан, киремет темле чирпе те чирлеттерет, тет, çав хĕре. Чирлесе аптрасан, хĕр вара киремете хăйпе пĕрле илсе каять, тет; ăна илсе каяс пôлсан, ак çапла тăваççĕ, тет: пĕчик пӳкçни (= пукане) тăваç, тет, тôтăр таткисĕнчен чӳркекелесе те: çак пӳкенипе пĕрле киремет пытăр, тесе, хăй качча кайнă яла илсе кайса, орам варрине пăрахса хăварать. Вара çав пӳкени пăрахса хăварнă çĕрте киремет полать, тет; он хуçи вара çав пӳкени илсе пыраканнисĕм полаççĕ, тет. Çапла вара пĕр киреметрен икĕ киремет полать, тет: пĕри çав ĕлĕк полнă çĕрте, тепри пӳкенипе илсе кайнă çĕрте. КАЯ. Хăшĕ-хăшĕ чӳк хыççĕн (после моленья) киле кайма лай(ă)х мар, тесе, киреметсене кайса, укçа парахса кĕл-тусан, тин тавăрнаççĕ. М. Васильев № 3, 4. Çав хорама котне кайса янă çынна чăвашсем киремет тее пуçланă, киремет хăй çих полман-мĕн, онăн çемьи те полнă. Собр. Пуринчен ытла чăвашсем киремете пуççапаççĕ, ăна вăсем хурăнсенче, ăвăссенче, çеремсем çинче, е хурамасенче, юмансенче пурнать, теççĕ. Пĕр пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах: е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ, юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларат те, тути патне еçсе, тута тавра çавăркаласа: çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан: урăх киремет тытнă, теççĕ, вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Шăматкун пасара пĕр икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илсе парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна, пăрахаççĕ. Вырсарникун çитсессĕн, ир ирех киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çисассăн, киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата тӳрлетеççĕ. Ib. Чăвашсем киремете туррăн шăллĕ (в ориг. «шăлĕ») теççĕ. Т. VI. 54. Тата ĕçленĕ чухне те: вăрçса те ятлаçса çӳретпĕр пулĕ, киреметсем, çырлахăр, тет, турамăшĕ! НАК. Сырлан киремечĕ, Хура-Кĕсрери киремет, Саланчăкри киремет, тăлăп ăшĕнчи киремет! Пурăр та çырлахăр, пиртен урăх ан ыйтăр; кама мĕн кирли аçăвăртан ыйтар (см. ,,сĕмĕле»), эпир ăна сирĕ(н) тӳпĕре те патăмăр (дали и на вашу долю). БАБ. Ахаль те пирĕн хирте киремет нуммай, мĕн пурĕ пилĕк киремет: Аслă киремет, Кĕçĕн киремет, Пулат киремечĕ, Явка ялĕ, пиллĕкĕмĕшĕ — çичĕ çырма пуçĕ. Ib. Вăл аннен ала тымарне тытрĕ те, калама пуçларĕ: а! сире тăшман киремет ячĕпе пăсса пĕтернĕ. Янш.-Норв. Йĕкĕр-чуллă, аçаллă-амаллă киремет! Карăш пурчĕ (чит. пурчĕ?) киремет, уй пуçĕ киремет, Алăк умĕ киремет, Кивĕ-çурчĕ киремет! пурăр та çырлахар, пиртен ытлашшине ан ыйтăр, мĕн кирлине аçăвăртан ыйтар, эпир ăна сирĕн валли те патăмăр. (Уй чук туни; молитва к киреметям). ЧС. Кăна, сирĕн ĕнене, киремет тытнă; пĕр кавакал памасăр çырлахас çук, тенĕ (сказала старуха-йомзя), N. Вăл туррине те, киреметне те ĕненмест. N. Киремет тытрĕ: алă-ура чист хутланса кĕчĕ (киремет прогневался и послал болезнь). Нюш-к. Вырăслайра пĕлтĕр пăру кĕтӳçне, пĕчик ачана, машшин курăннă, тет. Шуркут Ярмулли (ватă çын) уна илтсен: киремет вырăн шырать пуль, тет. Çавах мана кĕлел тавра иртнĕ çăвла ут кĕтӳ кĕтнĕ чух... (здесь пропуск). Халь киремет пĕр çынна та тытнине каламаççĕ çак, тесен ак çапла каларĕ: халĕ киремет йăвашланчĕ, ĕлĕк питĕ хаярччĕ; эпĕ унтан 2 сум вунă пус парса (пăрахса) аран хăтăлтăм, арăм чут вилсе каятьчĕ. М. Васильев. Киремет тесе, çынна тытса хутлакан турра (так!) каланă. Вăл пит усал пулнă; ăна, тул çăнăхĕнчен сар çупа çăрса, юсман туса панă. Шурăм-п. Атте мана шăппăн каларĕ: ку киремет мар, ку арçури; киремет вăл куçа курăнмаст (терĕ). N. Киремете парнене кӳрекен выльăхсем: хур, путек, така, вăкăр, тына тăваççĕ (приносят в жертву), урăх пĕр япала та тумаççĕ. Чхейп. Вара сымар выртакан çынĕ чĕрĕлсен: киреметсем çырла(х)хăрçĕ ĕнтĕ, тесе хĕпĕртенĕ; сымар çын çаплах чĕрĕлмесен, киреметсене тата ытларах тăрăшса тăва пуçланă. Татах сымар çын чĕрĕлмесен, каланă вара: çук, пирĕн киреметсене кам-та-пулсан пирĕн çиран (на нас) елеклерĕçĕ пуль, тенĕ, çавăнпа çырлахмаççĕ пире киреметсем, тенĕ. Курм. Киремете валли: пашалу, вĕтĕ йăва, пăтă пĕçерсе, турăшсене кутăн тăрса, алăк янаххисем çине, çтенасем çине, йĕркипе, çуртасем çутса, чăркуçланса ларса, пуçĕсене чиксе, темĕскер пăшăлтатса кĕл-тăватчĕç. Ib. Пирĕн аттесем киреметсене салат, хăмла, çпичкă, тата укçа пăрахатчĕç: на сана, киремет, сăра туса, ĕç-çи, савăн; малашне пире ан тив, тетчĕç. Байг. Тата манăн аттепе анне тĕрĕс чăн тĕнпе пурăннă: тĕрлĕрен киремете, хĕрт-сурта чӳк туман, тата юмăç патне те ăс ыйтма çӳремен. Ст. Чек. Киремет вăл аван улталанă, шур сухаллă старик пулса, çынсене курăнса вăл каланă: эсĕр мана çапла-çапла асăнсассăн, хĕн-хур ямăп, тенĕ; чир-чĕр ямăп, тенĕ, выльăх-чĕрлĕх-хĕре айăп тумăп, тенĕ; асăнмасан, хур туса пĕтерĕп, тенĕ. Иванова. Пирĕн ялти тĕне кĕмен чăвашсем: питĕ усал киремет, тесе, çаксене шутлаççĕ: Хăмăл ятлă киремете, çиçтĕпе, тата ял вĕçĕнчи пĕр пысăк хыра. Сюгал-Яуш. Ĕлĕк киремечĕ хут пĕлнĕ. Хут пĕлнĕ те, ăна нимĕнпе те улталайман, укçах (так!) парсах пынă. Вăл аччи-пăччисене (так!) хут вĕрентмен. Çавăн пирки, хĕç тимĕртен касса, тенкĕ пек туса пăрахсах улталаççĕ. Шинар-б. Пирĕн хамăр патра пĕр çыран хĕринче пĕр çӳлĕ ту пур, унта пурте: киремет пур, тесе, пуççапнă, укçасем пăрахнă. Халĕ ĕнтĕ пирĕн вăл киремет сăрчĕсене сухаласа пĕтерчĕç. Ăна пурте сухапама хăранă. Виçе кассинче пĕр Иван Гаврилыч ятлă çын пулнă, вăл вара çав киремет сăрчĕсене, йӳнĕ хакпа илсе, акса пурăннă. Çапла вара пирĕн патра киреметсене пĕтернĕ. Собр. Киремете вĕсем турăран те аслă, теççĕ. Чирлесен, ăна: е хур, е кăвакал памалла, теççĕ; хур та, кăвакал та памасан, вăл вилет, теççĕ, мĕшĕн тесен ăна киремет: нуммай вăхăт иртернĕ, тесе, вĕлерет, теççĕ. Юрк. † Çӳлĕ ту çинчи киремет, начарланнă шеремет; шурă такапа чӳк тусан, самайланнă киремет. Çĕнĕ ялсенĕн хĕрĕсем начарланнă шеремет, Кивĕ-ялăн каччисем, чуп-тусан, самайланнă шеремет. КАЯ. Çавăрăнсан-çавăрăнсан (хлеб при гадании), хай мăн килемей аннене укçа çине кăтартса каларĕ: пăх, кин, пăх, тулĕк сан куçа те курнать тем, укçа çине пĕр пĕчĕк улпут сиксе тухрĕ. Вăл улпут Сурăм киремеч ывăлĕ. Унăн çăварĕ кĕмĕл, чĕлхи ылттăн, кĕçĕн чĕлхи (uvula) пăхăр; вăл икĕ чĕлхе ак мĕн калать: Апрам таврашĕ (пирĕн йăх ячĕ) ĕлĕк ман асаттене, вырăсла пулнă чух, пĕр тиха паман, халь çавăншăн ачине урнă йăтă туллаттартăм, ун ачи урса вилĕ!.. НТЧ. Хĕрлĕ çыр киреметĕнчен... N. Кайри (киремет?). N. Киремет пӳрчĕн никĕсĕ. См. Шĕнер киремечĕ, Рекеев III, 5, Магн. М. 121. || Приносимое в жертву киремети. Макка 53. Пирĕн ял патĕнчех хурăн çул пур, çав хурăн çул çинче киремет прахаççĕ. || Бранное обзывание. Ст. Чек. Ку киремет ста карĕ? Куда это он поехал? || Назв. местностей. НАК. Пĕрре кайăк хыççăн Хура Кĕсрери киреметре çӳренĕ чух, кӳлĕре пĕр кăвакал куртăм. Елаур. Киремет. Вăл Маликасси хыçĕнче, çӳлĕ ту айĕнче. Ĕлĕк унта киремете чӳк тунă. Унта малтан сĕм-тĕттĕм вăрман пулнă. Бел. Гора, Ст. Ганьк. Киремет, назв. урочища. Янших. Б. Пирĕн ял укăлчи тулашĕнче виçĕ хырă йывăççи пур. Çав хырăсем патĕнче ĕлĕк суя тĕнлĕ çынсем ку киремете пуççапнă, çавăнпа вăл вырăна Киремет, тенĕ. || Назв. оврага (тип çырма) около д. Дуваневой, б. Буинск. у. («унта ĕлĕк учук тăваччĕç»). || Назв. горы около д. В. Байгуловой, Козлов. р. Эпитеты «выртакан», «выртан», встречающиеся в названиях духов, повидимому, также свидетельствуют о том, что культ киреметей возник у чуваш из почитания умерших, слившегося впоследствии с культом мусульманских святых, на что указывают и сл. киремет, мăчавăр, мамале. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

киремет карти

ограда киремети. Макка 204. Чӳклекене мĕн пур аслă ĕçсен патне илсе каяççĕ, напр., киремет карти тытнă чухне. Киремет картине ăна вунă çултан пĕрре тытаççĕ; ăна тытса пĕтерсен, вара пĕр виçĕ кун праçник туса чӳклеççĕ. Чӳклекене вăл вăхăтра мĕн пур тутлă япапасĕне çитереççĕ.

киремет кĕтӳçи

охранитель мольбищ. Макка 203. Киремет кĕтӳçи вăл киремет хуралçи пулать. Киремет кĕтӳçи вăл хăйне панă киреметне пăхса тасатса тăрать çулталăкра пĕре вăл тасатат, тасатсан кайран, пĕре кайса чӳклет. Ыран чӳклеме каймалла тенĕ чухне каçран мунча кĕрсе тасалса, шур кĕпе тăхăнса тăрат. Ирхине вара юсман пĕçерсе, шур тутăрпа çыхса каять. Киремечĕ патне çитсен, карти ăшне кĕнĕ чухне пĕре ӳксе пуççапать. Карти ăшне кĕрсен, юсманĕсене чуклемелли çĕре хурат те, чӳклеме тытăнать. Чӳклесе пĕтерсен, пĕр-икĕ пус укçа пăрахса хăварат. Киремете тасатса чӳклемесен, ялта ăрам та тасатмаççĕ. Киремете тасатмасăр ял хушши тасатсан, тырă-пулă пулмасть, теççĕ, хирте шăрчăк нумай пулать, теççĕ.

Киремет çаранĕ

назв. луга. Янш.-Норв. Киремет çаранĕ. Унта пĕр çӳлĕ хăрăк йăвăç пурччĕ; халăх ĕлĕк, çав йăвăç кутне пухăна-пухăна, чук тăватьчĕç, тет.

Киремет çырми

овраг, где находится киреметь. ЧС. Эсĕ киремет çырмине ахаль çырма куратăн пулĕ (считаешь за обыкновенный овраг). Назв. оврагов около селений, напр. Ун.-Айбесь, б. Буинск. у., Тайбы, Б. Аксы, Каменного Врага. В.Тим. Киремет çырми (халĕ Турă амăшĕ çырми теççĕ). || Назв. местности. Орау. || Алших. Киремет çырми — ĕлĕк унта чăвашсем чӳк тунă. Ун шывĕпе халĕ шыва кĕмеççĕ. Тырă вырнă чух унтан сивĕ çăл шывĕ илеççĕ. Унта пăртак шикленсен те чӳклеççĕ. Çырма кутĕнче пĕр тĕлте, нумай пулмас, çерем пурччĕ. Çав çереме сухаланă чух нуммай пăхăр авалхи укçасем тупнă. Вăл вырăн ял хирĕнче, çур çухрăмра.

киремет ту

делать приношения киремети. А. Кедрова. Çав мăклă шур (около с. М.-Яльчиков, М.-Яльчик. р.) патĕнче пĕр типсе, хăрса кайнă хурама йывăççи пур; ун ăшĕ хăвăл, çавăн ăшне, киремет туса, укçасем, пусма çура-çура пăрахаççĕ. Собр. Киремет тăвакан çынсен, киремет тăвас вăхăт çитсессĕн, пӳрт кĕтесси сикет, теççĕ. Янюрч. Катари хиремет çырминче халĕ те пĕр çăка ларать; хăй йăванса анас пек; çавăнта киремет тунă укçасем нумай пăрахнă. Чхĕйп. Пĕрмай киремет тунă.

Кирула

Кирола (к’ирула, к’ирола), имя мужч. Якейк. ЧС. Сирĕн пĕр Кирула арман(ĕ) пур, çав арман çумĕнче пĕр вĕре çăл вĕресе тăрать.

кирли

как и следовало ожидать; естественно (конечно). Юрк. Пасарти çынсем хутлăхĕнче çӳренĕ чухне пĕр чыкан арăмĕ, кăна курсан, хăй упăшки-тĕр тесе, пĕлсе, кирли, ун хыçĕнчен хыпаланса ута пуçлат. Халапсем. Вĕсене хирĕç ку та: сурăх ашне пĕçерме вутă çитмерĕ, эпĕ çавăнпа сирĕн тумтирĕрсене хуран айне хурса çунтарса пĕтертĕм, тет. Лешсем, кирли, йĕре пуçлаççĕ. N. Шыв арманĕнчен тинкĕле çăнăхĕ авăртса таврăннă чухне, пĕр вак курса, кирли, çав вакра тинкĕле юрма тытĕнчĕç, тет. Собр. † Шурă курница чул кăмака, кирлĕ марччĕ, кирли, сăрлама; çаккăн чухлĕ ырă çын умĕнче кирлĕ марччĕ, кирли, юрлама. АПП. † Сирĕн пек лайăх çын умĕнче кирлĕ марччĕ, кирли (вар. пире), юрлама.

кисеп

(кизэп), пест. Изамб. Т. N. Вăсен пĕр тимĕр кисеп пур, тет. N. Чӳречĕртен йĕс кисеп кĕрет. (Чӳречерен хĕвел кĕни). N. Ун кисеппи. Пролей-Каша. Кисеп — пест, также и для мытья белья.

кисип

(к’изип), пест. Шибач, Чураль-к. КС. Кисипе кавăрăçран тăваççĕ. Ялта. Пăрчăкан алкум патĕнчен кисип илет. Т. Н. Загадки. Пĕр така кутăн та, пуçăн та сĕкет. (Кисип). Ала. 99°. Кисипĕн икĕ вĕçĕ те шĕвĕр, тиççĕ. (Послов.). М. Тупташ. Кисип (для набивки муки в мешки). Микушк. Кисипсем (на мельнице).

кисрет

(-рэт’), трясти, сотрясать. Сред. Юм. Ташланнипе пĕтĕм ôрайне кисретет (или: кисрентерет). СПВВ. Кисрет, кисрен. Сам. 80. Хăш чух Селтти пĕр пĕччен, мăн павĕпе кисретсе, текех пынă çĕмĕрсе.

кит

(чит. к’ит), кит. Шорк. Якейк. Пĕр кит пĕр хола тĕлĕнчен виç кон иртнĕ.

кичем

(к’иџ̌эм, киζ’эм в Пшкрт. киџӓм), скучно; неприятно, горько. конфузно, жутко, дико, странно. N. Уйăрăлса каясси ăна пит кичем пулнă. Расставаться ему было горько. Юрк. Кăмăлăма тепле кичем, хама хам нимĕн тума пĕлместĕп. Стюх. Кичем — неприятный. Ib. Кичем пăхать. Смотрит антипатично, неприветливо. Хурамал. Кичем туйăнчĕ — лайăх пулмерĕ. Баран. 6. Кичем вăхăт çитсе пырать; ноябĕр уйăхĕ çитсе килет. N. † Çак пӳртре мĕн кичем? (Кĕл кичем). Пшкрт. Эп вăлсам пӧртне кĕместĕп, вăлсамăн пӧрчĕ (чэ̆) кичем (в ней мертво, неприятно). Ib. Кичем çын, мрачный, недобрый человек, неприятный по виду. Юрк. Тепле пăхса тăма та куçа кичем туйăнат. Букв. 1886. Эпĕ нимĕн чĕнейместĕп, кичем (= горько?) пек пулчĕ, йĕтĕм-ятăм. Альш. Килте ырă пулманни кичем пек туйăнат, чуна хуçат (болит душа). Тюрл. † Ай хай, маллахай, сӳсмен пăяв суллахай! Матка çукки кичем пек, матка пурри самаях. Сред. Юм. Ват çын пĕчик ача пик сăмахлани кичем пик туйнать. N. Унăн сăмахĕнчен кичеме ӳкесси çук (не будут недоверчивы) Ск. и пред. 107. Ылттăн хĕвел тӳперен сăрт хыçнĕ анса ларсан, тĕнче хăйне кичемрен тĕтрене карса ярсан... N. Пĕтĕм çын уйра ĕçленĕ чухне ялта пĕччен ларма питĕ кичем («скучно, жутко»). Шел. 138. Упăте пырса çавă хăвăлăн (дуплистой колоды) икĕ пуçне те çаврăнса пăхса: ха, кичем, кичем! Халĕ пĕр кичем, кун пек ик кутлă çын та пулĕ мĕн? тесе, тĕлĕнсе, аллисемпеле икĕ пĕççине шарт! шарт! çупрĕ, тет. Никит. Пĕтĕм тӳресем вăтанса хĕрелсе кайрĕç; вĕсем, кичем пек пулса, пĕр шарламасăр ларчĕç. N. Кичем пек пул, обижаться. Хурамал. Мана кунта пурăнма кичем (скучно, сиротливо, стеснительно). Чуратч.-Ц. Карачăмăн пĕччен выллямасăр тăни кичем пулнă курнат. Янтик. Ытла кичем унта пĕччен ларма (скучно и жутко). Орау. Ай-яй-яй! Арман хуçи кукаçи, арăм çук та, кичем пек. (Говорится так себе, когда нечего больше говорить). КС. Пӳртре пĕччен ларма кичем (скучно). Ib. Пĕччен ларма ним кичем. Ib. Çакă пӳртре ним кичем. Е. Орлова. Кичем — скучно. Н. Уз. Пĕччен пурăнасси пĕр кичем (скучно и пр.). Кан. Кичем ан пултăр, тесен, «Капкăн» илмелле.

кичемлĕ

неприятно. Янтик. Шав арçын ушкăнĕпе карăм пасара: пит кичемлĕ ĕсемпе пĕр-пĕччен хĕре кайма.

Киштек

(киштэк), назв. селений: Чăваш Киштек(ĕ), назв. д., Степной Кишак, б. Буин. у., Вырăс Киштек(ĕ), назв. с. Русские Кишаки, б. Буин. у. К.-Кушки. Киштекре выртса каян ырăсем. N. † Хирте çĕлен шăхăрат, Киштексенĕн хирĕнче ама тăрна кăшкăрать. Альш. Пăрăнтăкран тухса асла çулпа пĕр виç-тăват çухрăм пек килсессĕн тата чăваш ялĕ пур — Киштек. Рекеев V, 10. Киштекри ырăсем. См. кĕлĕ илен.

ку

ко (ку, ко), этот. Моркар. Ах, салтак тос, мĕн ко сан?! Чăв. й. пур, 21. Ытти арăмсене каланă: ку тырра (этот хлеб) кăсем епле выраççĕ-ши? Тогаево. Эй сăват! ста искаян (= илсе каян) эсĕ ко кошака? тет. СТИК. Ку купăса эсĕ мĕшĕн хĕлĕх хуман? Почему ты не натянул струн на эту скрипку? Ib. Ку çын пуласла мар. Из него не выйдет порядочного человека. Альш. Ку икĕ сăмах пĕрех килеймеççĕ, сăмахпа сăмахăн уйрăмĕ пур. Ст. Чек. Ку сăмаха ниçта хума та çук. Нимĕне те килмес ку сăмах (не употребляется). Самар. Кам ку? тесе ыйтат. Регули 331. Вăл тарçă; ку арман; ку çăнăх; ку манăн. Ib. 78. Ку кĕпере тăвас. Орау. Ку мĕн (показывая кулак?) Ответ может быть: — «Чăмăр». Çак мĕн? (показывая кулак и спрашивая, что в нем зажато). Сред. Юм. Ко тавара эсĕ таçта çӳресен те контан йӳне (дешевле этого) илейместĕн. Эльбарус. Анчах ĕсенкĕсен ывăлĕ, охмах пиркипе, çта пынă онта, çынсене хăй антрипе тĕлĕнтерсе çӳренĕ. Изамб. Т. Ма вĕрет (лает) ку? тетпĕр. Бюрганский. Эпĕ сантан пĕр сăмах ыйтас тенĕччĕ: ку вилсессĕн, эпĕ хам упăшкамма (так!), Иакова (так!), курăп-ши? || В качестве указ. частицы. К.-Кушки. Ку кам килет? Кто это идет? Ib. Ку мĕн çунат? Чте это горит? Ib. Ку шывне, витрене (чӳлмеке) тултарса лартăр. Воду-то налейте в ведро (в горшок). Альш. Санăн карчăку ытла хăрушă чирленĕ ку. Изамб. Т. Ах турă! ку çумăр пулманни! Пĕтĕм тырă типсе кайрĕ. Ib. Ку ăна çав арăмне хĕненишĕн турă тавăрчĕ. N. Чиперех урампа пыраттăмччĕ ку, кĕç таçта трупасампа кăçкăрта пуçларĕç. Иду я по улице, и слышу — трубят.

куйкăрăш

(куjы̆ры̆ш), сказочная птичка, обогащаюшая человека. Хурамал. Куйкăрăш пек тултать (о воре: не попадается) Ib. Куйкăрăш илешрĕ пулĕ кунта, çав тултать пулĕ (когда все в доме пропадает). Н. Седяк. «Куйкăрăш, алпастă — бес». СПВВ. ИА. «Куйкăрăш пăрахса кайрĕ те, ырă пурăнăç хĕсĕнчĕ». — Чăвашсем телейлĕ килте çынна пуйтаракан кайăк пур, теççĕ. Вăлсем çав кайăка куйкăраш, теççĕ. Чăвашсем 17. Çынна пуйтараканни куйкăрăш пулат, тет, анчах вăл пит сайра çĕрте пулат, тет. Чыслă, йăваш, тирпейлĕ, вăрçăсăр килте анчах пулат, тет. Кăшт мăкăр-макăр тăвакан килте пурăнмаст, тет, вара вăл. Куйкăрăш вăл хăй пит пĕчĕкçĕ вĕçен кайăк, тет; вăл чипер тирпейлĕ килте пулсан, пит пултарат, тет, вара. Вăл япала тултат, тет: укçа килчĕ — укçа, мĕн килчĕ ăна тултат, тет. Вăл хăй пĕчĕкçĕ пулин те, выйлă, тет, пит. Вăл куйкăрăш пырса ернĕ кил пит чиксĕр пуйса каят, тет, вара. Анчах вăл вăрçа пĕрте юратмаст, тет. Вăл пупленĕ чут ытлашши сăмах калаçма та юратмаст, тет. Ăнсăртран мĕнпе те пулин кашт шăкăр-макăр калаçа пуçласанах, вăл вара хăй пуйтарнисене каялла тулта пуçласан, вара пĕр япала та хăвармаст, тет. Вăл киле вара пĕтĕмпе тĕп тăват, тет; ĕлĕххинчен те усал, тет, вара. Ăна, пуйса çитсен, маларах сисме кирлĕ, тет; маларах сиссен, хăйне пĕрте систермесĕр, тытса пусма кирлĕ, тет. Мехер пусас тесе шухăшланине те пĕлет, тет, вăл. Вăл куйкăрăш пĕчикçĕ çерçи пек анчах, тет. Шурăлă-хĕрлĕ чăпар, тет. Вăл куйкăраш автан çăмартинчен пулат, тет. Автан çичĕ çула çитсен, çăмарта тăват, тет, виçĕ çăмарта анчах. Вăл çăмартасене чăхă айне хурса кăларсан вара, пĕр çăмартинчен йытă, тĕпринчен çĕлен, тепринчен куйкăрăш пулат, тет. Чиерех çынсем çавна ӳстерсе тăваççĕ, тет. Ăна вара апат вир пăтти анчак кирлĕ, тет, урăх япала нимĕн те çимест, тет, вăл. Слакбаш. Куйкăрăш — «ду , привязывающийся к обоим полам». || Змея из яйца птицы?). Тюрл. || СПВВ. Т. Куйкăрăш лăпкă çын тенни (= тени) пулат.

куймак

(куjмак), блин (назв. печенья). Тайба Б. † Лапка та пĕр лапка юрсем çăвĕç, пирĕн çаварни куймаксем çав пулĕ. (Солд. п.). М. Сунч. Малтан унта кайма сăрасем, эрехсем, хывма куймаксем хăтĕрлесе хураççĕ. (Юпа). СПВВ. ПВ. Куймак — икерчĕ. Макка 191. Унта тата четвĕрт эрех, пĕр витре сăра, тата виçĕ куймак, пĕр автан пĕçерсе исе каяççĕ. || Блин-половинка. СТИК. Куймак, тесе, пирĕн икерчĕ çуррине калаççĕ. Малтан ăна икерчĕ пекех йĕтĕрлесе сараççĕ (рассучивают). Унтан вăл икерчче çурмаран касаççĕ те, çаплипе пĕçереççĕ. || Елшихово. Коймак, фамильное прозвище.

кук хоранĕ

кук хурань, кук хорань, назв. печенья. См. Магн. М. 114. Рааs. Кук хуранĕ — круглое печенье, величиною с ладонь, с маленькой ямочкой посредине, где находится крупа, масло и кусочек олова. Это прячется в коробку из липовой коры, вместе с куклой духа, называемого «йĕрĕх». Чхĕйп. Урай варне сĕтел лартса юмăçĕ сылтăм хул-хушшине çĕлĕк хĕстерсе, сĕтел умнĕ алăк енеле пăхса тăрать те (унта татă чустаранах вĕтĕ мăйăр майлăскер тăваççĕ, уна кук хурань тенĕ), вара кĕлле тăрсан, кашни киремете виçĕ юсман та виçĕ кук хураньпе пĕр кашăк пăтăпа асăнса, кĕлĕ тунă. СПВВ. МС. Кук хуранĕ; киремете чӳкленĕ чух чустаран хуран пек тăваççĕ. Чув. тексты № 2. Уна (воде) кăвакал çăмартипа кук хуранне чустаран тунă. (Шу тытни). Чертаг. Кук хуранĕ — бросают в воду, если забалеют (чĕресĕр, ăшсăр); делают чустаран. Сятра-М. † Пирĕн кокки кок хорань, пирĕн инки çу хорань. || Назв. гриба. Орау. См. куккук хуранĕ.

кукăр

кокăр (кугы̆р, когы̆р), кривой. N. Пĕр пĕчĕк кукăрскер пĕтĕм хире çĕмĕрет. (Çурла) || Кривизна. Собр. Хăваран кӳме автартăм, хыçне кукăр юлминччĕ. ЧП. Кукăр кутлă шурă хурăн çул кукăрĕпе çавăрăнат. || Альш. † Кайăк хурсем каяççĕ картипе (вар. кайăк хурсем килет картипе), кукăртан кукăра шыраса. || Угол (в избе). Никит. † Тĕпелти кукăрта ларакан мĕн сыхласа ларат-ши? — çуллă çăмарта сыхласа. || Отдельная часть селения. N. Хамăр кукăрсене кукрипех салам яратăп. Цив. † Пирĕн ял кукри виç кукăр, виç кукри те çаранлăх. || Закоулок? Пазух. Пăр пуянăн лутра хĕрне сыхларăмăр кукăрта. Ib. Çăварни кукри — çич кукăр, кукăрсерен сарă хĕр. || Поворот, излучина (реки и т. п.). Тим. † Çарăмсенĕн (речка) кукри çичĕ кукăр, çиччĕ çаврăнасси час пулмĕ. Пазух. Акăш кӳлĕсенче пулать, кукăр шывсенче пулат. Янш.-Норв. Эпĕ шыв хĕрне çитсессĕн, пĕр пысăкрах кукăра кĕрсе: çакăнта кăвакал таврашĕ çук-и-ха? тесе, çавăрăнса пăхрăм (посмотрел вокруг). ЧП. Кĕçĕнех те çырма виç кукăр. || В перен. зн. N. Харпăр хăй ĕçĕмĕре тĕрĕслер, никама та кукăр ан курар. Альш. Унтан-кунтан кукăр курат (критикует, осуждает). Истор. Шуйский хăй ĕмĕрĕнче кукăр çулпа нумай çӳренĕ. Сред. Юм. Ман сăмаха кукăр ан кур, Не поправляй моих слов! Ib. Тем кокри пор (говорят про человека, если он сердится). N. Пирĕн пĕр кокăр порччĕ, она тӳрлетрĕç-ши? || Срединный брусок телеги, соединяющий две ее подушки. К.-Кушки. Урапа кукăрĕ (кукăри). Сред. Юм. Орапа кокри тесе, орапа пĕккисĕн айĕнчен тăрăх ярса кайри тĕнĕлпе орапа потошки витĕр кăларакан кокăр патакка калаççĕ.

коккăль

(коккы̆л’), 'куккăль', пирог. В. Олг. Шорк. Коккăль, коккăльăм, коклю («коклюна» или «коккăльна»), кокли (или «коккăлĕ»), коклине (или «коккăльне»). Остальные формы образуются от форм «коклю или «кокли». Якейк. Коккăльне, коклине, коклин (тверд, н), коклинчен (коккăлĕнчен), коккăльна (и «коклюна»), коклюнтан (коккăльăнтан). Ib. Коккăль кăмакаран анчах кăлартăм, çатни? Вомбу-к. Çырла кокли — хăмла çырлинчен, хорлăхантан, мот-çырлинчен (?) В. Олг. Коккăль сăмси. Курм. Пĕр кăмакара пăрнă сорăх выртĕ. (Коккăль). || Кукиш. Орау. Куккăль ту, показать кукиш? См. кукăль,куклĕ, кукли.

кукша

плешь; лысина. Кубня. † Илĕр-пăрахăр çĕлĕкне, çап-çут кукши курăнтăр. Абаш. Маркку кукшине хыпаларăм-ха. Я отодрал Марка за волосы. Цив. Патша вара кукшанне кукшине тураттарнă, лайăх кĕпесем тăхăнтарнă. Ib. Мĕн, кукшупа çынсене хăратма пыратна унта? С. Айб. Кукши уйăх çути ӳкнипе çап-çутă курăнать, тет. Пазух. Хăта пӳртне кĕтĕмĕр, хăта кукши çутипе. N. Эсĕ, шăна-мĕн ларсан, кукшăна шăлмасăр чăтаймастăн (не утерпишь, чтобы не потереть лысины). || Плешивый, лысый. Янтик. † Пирĕн йысна кукша пуç; çĕлĕкне илсе пăхсассăн, навус çинчи кăмпа пек. Байгул. Тырă акма тухнă чух, кукша çынна курсан, тырри начар пулать, теççĕ. НАК. Хушка пуçлă сурăх ури лексен, хĕрĕн упăшки пуласси, каччăн арăмĕ пуласси кукша пулат, тенĕ, тет. (Ăраштав). Альш. Кукша калат: тете, вĕрен салтăнчĕ, ӳкет! тет. Тетĕшсем калаççĕ: кукша, пĕтертĕн, ан ӳкер! теççĕ, тет. СТИК. Кукшан кăмăлĕ! (Говорят взрослые, когда маленький обидится на то, что его обделили; потом ему дадут, что следует, и он, в восторге, смеется. Смысл такой: не много нужно, чтобы угодить человеку). N. Кукшан кук шухăш. (Послов.). Кукша юмахĕ сказка о плешивом. || Назв. болезни: парша. О сохр. здор. Чăвашсен тата кукша тиекен чир пур: çав чирпе çыннăн хăш чухне пуçĕнче пĕр çӳç те юлмасть. || Обсевок. Ст. Чек. Кукша = ал хошши. Ib. Ана кукша юлсан, килтен пĕр арçын вилет. || Мучнистая роса. Кан. 1927, № 214. Унччен те пулмарĕ, кукша (мучнистая роса) çĕнтере пуçларĕ. || Прозвище. Альш. Кукша улатимĕр, Кукша Ентей, Кукша Уртем, Кукша Караçка Çитăрĕ. Изванк. Çав ялта Кукша Майра ятлă юмăç пур.

кокшалă

кукшалă, кокшаллă, кукшаллă, с лысинами; с пятнами. См. паталлă. В. Олг. Паранкă кокшалă (черная, толстая). КС. Кукшаллă улма (с бурыми наростами). Чув. пр.о пог. 339. Хĕлле, кун тавăрăнсассăн, пĕр уйăх иртсессĕн, уяр чухне хĕвел витĕр вĕтĕ тĕтре пек юр çусан, çулла çав вăхăтра хăмла кукшаллă пулать. Если зимою, спустя месяц после солнцеворота, в ясное время, сквозь солнце идет мелкий, как туман или мельничная пыль, снег, то летом в эту пору хмель будет без перьев. Хурамал. Улма кукшаллă (= шатраллă). Б. Крышки. Хăш çул хăяр кукшаллă пулать. В иные годы огурцы бывают сплешинками, с пятнами.

кулăш

смех. Кан. 1927, № 210. Чăвашсем хăйсен чĕлхипе тухакан пĕртен-пĕр кулăш шурналне вулама юратмаççи-мĕн? N. «Капкăн» пулсан, кулăш пулать. || Смешно. Полтава 83. Хăш чух тĕттĕм халăхпа кулăш пуплет савăнса. («То шутит с чернию веселой»).

кулăшла

смешно; смешной. Орау. Çĕре пĕр кулăшла ирттереççĕ çав. Проводят ночь замечательно весело, интересно, смешно. Букв. 1908. Аслаçу кăмака çине улăхайманни кулăшла мар, эсĕ ухмаххи кулăшла, тенĕ. ГТТ. Питне куçне темĕскерле кулăшла (кулăшула) туса янă. Изамб. Т. Кулăшла çын, смешной человек. КС. Пит кулăшла вăл çын.

кол-кол

(кол к̚ол), подр. сильному истечению крови. N. Тата пĕр салтак вилчĕ: пуçне çĕр çомне йăта йăта çапса, али-орипа чаваланса вилсе карĕ. Сăмсинчен çăварĕнчен кол-кол йон йохать; катăкланса, катăкăн йоха-йоха тохать те.... Таштан тивнă (= тивнĕ), те пуçран тивнă... (Герм. в.).

кулата

(кулада), колода. МПП. || Колода (карт). Янтик. Пĕр кулата карт илсе килнĕ Микула. || Колодец. Чебокс. || Колодка, которая привешивается на шею скотине, чтобы она не убегала со стада; у свиней — намордники. СПВВ. НН. Кулата — кĕтӳрен киле тарса таврăнакан выльăха: ан тартăр, тесе, мăйĕнчен çакса яракан муклашка. || Рааs. 75. Кулата — вилообразная деревяшка на шее свиньи.

кулачă

колачă (-ζ’ы̆, -џ̌ы̆), белый хлеб, калач. ЧП. Тулă кулачи. Етрух. Кулачисем — пăри кулачи е тулă кулачи. Шурăм-п. № 7. Кулачă майринчен (у калачницы) кулачă илчĕ. Кан. 1924, № 109. Вĕсем пĕр Шупашкар шур кулачине ытараймасар-кăна Шупашкара килнĕ.

кулак

(л’эк’), куль. КС., Кильд. † Çĕтĕк кулек кот айăнче, хора кипки пуç айăнче. Синерь. Патша пĕр кулек укçа пачĕ, тет. || Род плетеного лычного мешка, с четырехугольным (квадратным) основанием; вместимостью пулов в 12 — 20. Его крышка, из старой женской рубахи, назыв. кĕрме.

куля

(?), то же, что кулек. N. Куля = кулек; пушăтран тăваççĕ, çӳлĕ; ун çине çăнăх хураççĕ, 10 — 15 пăт кĕрет. Курм. † Эпĕр кăçал кулянни пĕр куляя (scr. кулея) кĕрес çок.

куляк

(кул’ак), пещер. Пшкрт. Яргуньк. Виç çултан Йăвансем патне пĕр ыйткалакан килчĕ, тет, хăй çумне куляк çакнă, тет. || Б. Олг. Куляк — корзинка для лошадей. Кан. Метрич мучей куляк (лăпă) тăва пуçларĕ. || В неизв. зн. N. † Ăçта каятăн, куляк? — Мăн кĕтӳ пахма каятăп. — Мăн кĕтӳ пăхса, мĕн парать? — Мăн лашине паратĕ.

кулюка

голубь. Вир-ял. † Эпир кăçал кулляннине кулюка чĕппи куллянман пуль. Тогаево. † Кулюка пырса чуп-тусан, самайланма пуçларĕ. Шурăм-п. № 10. Халĕ ĕнтĕ иккĕшĕ те пĕр-пĕрне юратса, вылляса-кулса, кулюкасем пек пурнаççĕ (новобрачные).

кульник

(кул’н’ик), кутник (лавка). Толст. Унтан, салтăнса, кульник çине кайса ларчĕ. N. Мĕн пулнă сана? тесе ыйтрĕ пĕр çын, кульник çинчен анса. Альш. Кульник — алăкран кĕрсенех сарлака урлă сак. Унта çуркуннеллĕ-мĕнлĕ пусса ларан чăх-чĕп, хур-кăвакал лартаççĕ. Кульник çумĕнче тăрăх сак. Унтан тĕпелте, урам енче, урлă сак. Кăмака умĕнче сунтăх: унта кашăк-тирĕк хураççĕ ăшне. Тĕпелте урлă сак çине хĕрарăма лартаççĕ, карташ енне, тăрăх сак çине арçынсене лартаççĕ чăвашсем, хăнана-мĕне пырсан, кӳрше-кӳппе тухçан.

кульча

кольча, (кул’ζ’а,-џ̌а), свободный задний конец основы. СПВВ. Чутеево. Кульча — связки ниток, приготовленных для тканья. Якейк. Кольча. Комса пĕтерсен, комнине сӳре шăлĕнчен пĕр вĕçне кăларса илеççĕ те, она темĕскерле тукаласа, чăркаса хораççĕ; атто вăл татăлса, тăкăнса пĕтет. Трхбл. Кульча.

кум

(кум), кум. Альш. Çич сакăр çухрăма ăçтан ик-виç çын тиесе çӳрен? Пăрăнтăка каят та, кайсан: кĕме çын пултăр, тесе, вырăса кум тăват: «вырăс кум.», «кума-майра» тет Пăрăнтăк майрине, Пăрăнтăк вырăсне. N. Çырăва кумсене парса яратăп. Вомбу-к. Кум (хĕреснашшĕне калаççĕ). К.-Кушки. † Ай-хай, пĕр кумаçăм пĕр кумçăм! сирĕн кивĕ уйăхра тунă сăрăрсем, икĕ питме çапрĕç хĕрлисем! См. кума.

кум

(кум), ком (ком), сновать. Н. Карм. † Урамăрпа иртсе эп пыраттăм (проходил), вуниккĕпе ука куматтăм. Ib. Пир кумас = сӳретке çине кумас (приготовить). N. † Эпир вĕт улача кумас çук. Шибач. Пир комас. Пир комтарас: вырăна лартаççĕ тĕртме. ЧП. Эсир симĕс пурçăн куматтăр. Сред. Юм. Пир комас — пирĕн коммăлăхне тĕртмелле туса хурас, тесси (значит). Ст. Чек. 4 пĕрчĕпе çӳретеççĕ. Сӳретке (сновалки) çине кумаççĕ. Вунăпа кумаççĕ. Вăтăр пĕрчĕ пĕр вунă пулат. Хулăн çип пусан, 8, 9 вунă кумаççĕ; çинçерех пусан, 10, 11, 12 вунă кумаççĕ; пасар çипĕпе пусан, 12, 13 вунă кумаççĕ. Изамб. Т. Çăмхаласа çитерсен, пир кумма тытăнаççĕ. См. пир вырăнĕ. || В перен. см. Альш. Пĕтернĕ кашкăр сурăхсене, пыршисене кума-кума хăварнă. || Шляться, сновать, ходить попусту. Орау. Кумать тек калле-маллĕ! Шляется взад и вперед! Хора-к. Кума-кума хире тухрăм. Хурамал. Пĕчĕк ача каллĕ-маллĕ утса çӳресен: мĕн куман, чарăн ĕнтĕ! теççĕ. Шурăм-п. № 15. Хĕрарăмсем те урамра темĕскер кумаççĕ (= чопкалаççĕ). Кан. Апла пулсан эппин... Çӳре-ха, çул кумса. || Портиться (о пиве). Ст. Чек. Сăра кумса каят. Пиво заплесневело, стало портиться от тепла.

кума

(кума), 'кома' (кома), кум; кума. В. Олг. Он куми, сан кума. Панклеи. Пичи! атти ача топать! (отец родить собирается). Айда кума полма! Чаду-к. Сана кума пулма чĕнсе карĕç. N. Çак ачасене тĕне кӳртесшĕн те эпĕ, кума пулмарĕ-ха (крестного не могу найти). N. Кумине перн (= пирĕн) хорăнташа ан туйăр ан (тăвăр). N. Итле-ха, кума! Слушай-ка кум! (Так сказала старуха крестному своих детей). Кан. 1928, № 215. Харитун Рак Хветĕрĕнне кăçал кума пулчĕ. N. Ачине çоратсан та, кумине кама тумала? Пир. Ял. 1928, № 46. Нумай пулмасть, чиркĕвĕ кайса, пĕр çынăнне кума пулнă (стал кумом). N. Хăйсен ялĕнчи çынăнне, чиркĕве кĕрсе, кума (т. е. кум) пулать.

кун

кон (кун, кон), день. Б. 13. Пĕр-кун каяс тесессĕн, çичĕ кунлăх çăкăр ил, теççĕ. Хурамал. Кунтан кун ырри пар, çĕртен çĕр ырри пар. Пшкрт: ыр ҕон п̚олды̆р! (Говорят при входе в дом). Чуратч. Ц. Ваçкă: виçĕ куна сăрук пар (дай три дня сроку), тесе, каларĕ, тет. Шугур. Ватман кун та иртмесчĕ. Не проходило дня, чтобы не били. Ивановка. Вара уччиттĕл ман ята ыйтса çырчĕ те, çав кунех (в этот же день) молебĕн тунă çĕре пыма хушса, тухса кайрĕ. Чист. Праçник виç кун тесен (за три дня до п.), хатĕрленме тытăнаççĕ. СПВВ. Тепĕр кунчех (вместо «тепĕр кунах»); тепĕр кунче, тепĕр кун, тепĕр кунхине. Ib. Çапла туман кун иртмен. N. Хăш кун хăш-хăш çыннăн килĕшнĕ кунĕ пулат: юмăç калат: сан çав кун телейлĕ, çав кун телейсĕр, тет. Холера 2. Пĕрре касса пилĕк кун иртсен. Через 5 дней после первой прививки. Ала 9З°. Икĕ кун иртсессĕн, виçĕ кун çине кайсассăн, çавă кайранхи ама çори амăшин хĕрĕ пĕр татăк çăкăр ыттисем куриччен (тайком от других) панă. Моркар. Тата пĕр виç кон тапак пураккинче осранă полсан, Есрелĕ вилеччĕ, паян кон та пĕр çын вилмесчĕ. Собр. Юнкун, эрнекун, шамăткун — çăмăл кун, теççĕ. Якейк. Çоха тума, утă çолма тыр вырма тунтикон е йонкон тохаççĕ; ытти консам тохсах каймаççĕ. Кĕтӳ те тунтиконпа йонкон кăлараççĕ. Регули 1207. Ик кон иртсен, кил. Приходи через 2 дня. Альш. † Уйăх тури (= турĕ-и), кун (солнце?) тури, саланас кун тин тури. Саланас кун тăвиччен, пухăнас кун тăвас-мĕн. Пазух. Ăмăрт-кайăк вĕçет шыв тăрăх, çамрăк ĕмĕр иртет кун тăрăх. Скотолеч. 12. Ăна (это) кунне виççĕ (трижды) памалла. N. 9 кон вăрçă тăрчă, 9 коншăнче нимĕч кайăлла чакрĕ. N. Покрав кон (-к̚он) киле çитрĕм. Орау. Пĕр кун урлă, пĕр кун урлă (через день) киче-киле каятьчĕ. Ib. Виç кунтан (через каждые три дня) хурал тăраççĕ. Менча Ч. Пĕр-пĕр пушă кунĕ, е праçник кунĕ (в свободное время, или в праздник). ЧС. Çав кун (при погребении) пит ăшăччĕ, çавăнпа пирĕн аттене (умершего); аван çын, терĕç. Кун усал пулсан: усал çын вилнĕ пулĕ, теççĕ. Ib. Сĕрен кунĕ ачасем ирех хатĕрленеççĕ. Кан. Июнĕн 12-мĕш кунĕсенелле (приблизительно около 12 июня) хăмла пахчисене симĕс хурт ерчĕ. N. Уяр кунсам ероплансам кураппăр. N. Вăрмана кайсан, кашни кунах куратпăр эпĕр ăна. К.-Кушки. Вăл вилес кун ыран тесен, Чĕмпĕре тухса кайрăм. Я выехал накануне его смерти в Симбирск. ЧС . Вара вăл куна кунĕпех ĕçсе çирĕç. N. Пĕр кунтан тепĕр куна хăварса ан пыр. Не откладывай дела в долгий ящик. Карсун. Эпĕ ялта пурăннă чухне, хир ӳчӳкĕ тепĕр кунĕ тесен (накануне полевого моленья), мана асанне каларĕ... В. Олг. При входе в дом (в будни обыкн.) говорят: «Манăн килес, ыр кон полтар!» Отвечают: «Килех конталла, торă полăштăр! Юрк. Çăв уйăхийĕн пилĕккĕш хунĕнче (5-го мая). N. Çапла вăл ана çинче ирхи куна каçчен пуçтарса çӳренĕ (колосья). N. Пĕр кунччен, икĕ кунччен хăй тайăнĕпе макăр уншăн (об умершем). Юрк. Авă çав тĕпне пирĕн чăвашсем çак куна çитернĕ. Ib. Хĕлле кун таврăнат, çула çĕр. N. Вăл ĕç пулни ĕнтĕ паян виççĕмĕш кун. Регули 391. Ик контан холара полăп. Орау. Кунĕсем пăрмаях вăрăмланса пыраççĕ. N. † Атте-анне пире тупман пулсан, ăçтачĕ пире çутă кун. Ашшĕ-амăшне. Ак калаç ĕнтĕ пĕр иртсе кайнă япала çинчен. Иртнĕ кунăн çутти çук. Пазух. Вăрăмах ĕмĕре, кĕске куна, ырлăхпа иртерсе ярар-и? Ст. Яха-к. Çынсем мункун тепĕр кунне те ĕлĕкхи кун (накануне) пекех, ирех килĕнче апатсем çикаласан, пĕлĕштантăшĕсемпе пухăнса сăра ĕçме пуçлаççĕ. N. Пасар контанпа (со дня базара). Çутт. 153. Систермесĕр, тăхтамасăр иртрĕç карĕç çу кунсем, йăвăçсенĕн пĕр чăрлавсăр вĕçрĕç-пĕтрĕç çулçисем. Кан. Ах, те кунĕ килĕшмерĕ! — Характеристику дней недели см. Магн. М. 23, 21. || Погода. N. Кун (çанталăк) ăшăтса карĕ, кун сивĕтсе карĕ. Хурамал. Тĕлĕкре пулă курсан, кун сивĕтет, теççĕ. Юрк. Хĕвел хĕрелсе тухсан, кун пăсăлат. Сред. Юм. Ко яхăнта пĕр те латлă кон полмарĕ. На этих днях хорошей погоды всё не было. Ib. Акнă чохне кон килĕшнĕ. (Пĕр тĕрлĕ тыр ытти çынсĕн аван полсан, пĕрин начар полсан, çапла калаççĕ). Изамб. Т. Эпир тухнă чухне кун аванччĕ. Эпир Елчĕк патне çитерехпе тăман туха пуçларĕ. Ib. Кун ларат. Погода проясняется. N. Эх, паян кун лайăх-çке! N. Ма каяс мар вăрмана, çурхи кунта савăнма? Орау. Çакăн пек кун эпĕр ĕлĕк çичĕ хут шыва кĕнĕ. || В некот. установившихся выражениях афф. З л. в этом сл. опускается: раштав кон, в д. рожд..; мăнкон кон, в первый д. п. || Время. N. Паян анчах мар, кун пур халь! Алла кĕрĕн (попадешься в руки) хăçан-та-пулсан! N. Эсĕ пулăшнипе çакă куна çитиччен аван пурăнтăм. N. † Çаранлăха çул хыврăм çулахи кун çӳреме. N. Ку куна çитрĕм ĕнтĕ, çапах та пĕр сасă-чĕвĕ те çук ун çинчен. Б. Олг. † Тавай каяс, киле каяс, ирхи кона каç турăмăр (= уже вечер) Тим-к. Çак ачан кĕтӳ пăхнă чух нимпе те кун иртермелле мар, тет (скучал, не зная, как провести время). N. Кирлĕ кунта эп те кирлĕ пулăп (когда нибудь и я пригожусь), тесе, калат, тет. || Жизнь, течение жизни. Т. IV. Эрнекун вилнĕ çынна: кунĕ пĕтсе вилнĕ, теççĕ. Изамб. Т. Кунĕ пĕтнĕ пуль çав. БАБ. Усалшăн та кун иртет, ырăшăн та иртет. N. Ыр кон корас. Альш. Çĕмĕрт пиçсен вара кун (наступает веселое житье) Елшелсен. СПВВ. Х. Çамрăк кунтан кун малалла, ватă кунтан кун каялла. (Послов.). N. † Аттĕ панче ырлăх нăмай, кун сахал. Ск. и пред. 5. Каях, каях, йӳтетмĕш, курăн-çке ху кунна! Ст. Чек. Унăн кунĕ те кунта-кăна. 1. Единственно только здесь может он жить. 2. Он только здесь и бывает. (Слово «кунĕ» употреблено здесь в смысле «жизнь»). Ст. Ганьк. Ыр кун пар, ырă çул пар. N. Пӳлĕх суса панă кун пĕтмесен, уйрăлаймăп, тăван, эп сиртен. || Счастье. N. † И, ялăмăр, ялăмăр, ялта пирĕн кунăмăр. Эпир ялтан тухса кайсан, ăçта ырă курăпăр? (Солд. п ). Альш. † Атте анне пиллĕх çитсессĕн, турăпа пӳлĕх пире кун парĕ. || Участь. Судьба. Мошков. † Пире атте-анне çуратнă ăрăскалсем пĕтнĕ вăхăтра, çавăнпалан çак кунсене куратпăр. Ib. † Эпир пĕр каятпăр пит аякка, пирĕн кунсем туртат килелле. N. Эпĕ ырă кон корас çок. N. Çакă куна (горе еtс) курассăн туйăниастьчĕ. Баран. 122. Çапах та çак куна куракан йывăç сахал. Однако лишь немногие деревья подвергаются этой участи.

ырантан пĕр куна

или ыран мар пĕр куна, после завтра.

кунлăх

конлăх, (нечто) на день. N. Пĕр кун каяс тесессĕн, çичĕ кунлăх çиме хатĕрле. N. Пилĕк кунлăх парса ячĕç, мĕнле пулĕ. Регули 1514. Мана пĕр конлăх (анчах) парсан та çитĕ. N. Эс миçе кунлăха килтĕн?

куннĕн

за день, в течение дня. Юрк. Куннĕн çитмеллескерсем (они), вăл кун çитеймен, пĕр яла кĕрсе выртнă (переночевали). N. Лартнă хыççăн ăна хытă сапаççĕ. Малашне вара ялан çапла куннен сапса тăраççĕ.

кун-вуç-çути

, кун-вуç-çутти, дневной свет. Сред. Юм. Кон-пуç-çутипе киле тохса каясчĕ. Надо бы выехать домой засветло. Янтик. Пĕр-пĕр ялалана вăрă кăнтăрлах вăрласан, çапла калаççĕ: кун-пуç-çутинче (середи бела дня) вăрларĕ вит! (теççĕ). Турх. Кун-пуç-çутти пур чухнех çĕре тĕттĕм хуплайчĕ.

кунсăр

(-зы̆р), безодня (дней). Ала 93°. Чăнах та вара çавă ачана виçĕ кунсăр пĕр татăк та ашшĕсем çăкăр паман (т. е. дали только через 3 дня).

кун-çути

кун çутти, дневной свет. Кан. 1928, № 197. Кун çути киле пуçласанах, Макçăм арăмĕ çывăрса тăчĕ. К.-Кушки. † Вуникĕ чăн нухрат кун çути, эпир атте-анненĕн куç-кĕски. Орау. Мĕн эсĕр кун çутинче чӳречесене хупса, хупăрланса ларатăр? Артюшк. Тав-та-пуç тухтăра, хăрах куçăм уçăлчĕ, кун çутти куртăм. Шорк. Кон çути килчĕ. Совершенно рассветало (перед самым восходом солнца). Туперккульос 26. Çулла кун çуттипе — пĕр тĕнче, каç пулсан — тепĕр тĕнчĕ. || Жизнь, житье. Ст. Яха-к. Ырă пул, ырă кун çути (хорошую жизнь) кăтарт пире. (Моленье). N. Мĕн тавас тетĕн, чун тухмасть, пурăнатăн çав тĕнчере кун çуттине сая ярса! Якейк. Вăлсам пире кон çути та кăтартмаççĕ ĕнтĕ (не дают житья).

кунхине

днем, в день... Срв. ирхине, каçхине. N. Каяс кунхине (в день отъезда) эпĕр юлташсене куртăмăр. N. Пĕр кунхине (однажды). Унăн ывăлĕ-хĕрĕсем аслă пиччĕшĕ патĕнче пулнă. НАК. Е çав кунхинех, е тепĕр кунхине, или в тот же самый день, или на другой день.

кунчул

кончол, столько. N. Кунчул пулса (за столько времени) пурне те, хамăр ялта пулнине, курса тăнă эпĕ ĕнтĕ. N. Кончол порăнса (за столько времени) пĕр салам (поклон) илмен.

кунасăр

встр. в нек. выраж. N. Ырантан пĕр кунасăр килмес. Он приедет не раньше после завтра. N. Ыран мар, пĕр кунасăр килес çук (в том же зн.).

кунĕ

(кун’э̆), смирный; простак. СПВВ. ТА. Вăл кунĕ çын = вăл йăваш, лăпкă çын. Торп-к. Куннĕн кун, киревсĕрĕн вилĕм çук, теççĕ. (Поговорка). Пус. Хаяр пулса, çын пуçĕ çинче таптаса ан çӳре; кунĕ пулса, хурланса ан çӳре. (Послов.). Норус. † Пирĕн апай пит кунĕ: хиврен (из-за пазухи) ушшă кăлармасть; пирĕн апай пит кунĕ: алăран туя пăрахмасть. (Свад п.). || Смирно. Менча Ч. Акана тухса каяс уммĕч, пĕр кашăкпа сар çу илсе тухса, лашсем (= лашасем) кунĕ пыччăр, çурăмĕсем ан пăсăлччăр, тесе, лашисен çурăмĕсене çу сĕрсе çӳреççĕ (мажут). || Легко. Рааs. Паян ĕç кунĕ пычĕ. Сред. Юм. Паян тыр вырма пит конĕ («нет препятствий; если нет сильного ветра, солнце не печет и хлеб на корню, то жать бывает легко»): çил вăйлă мар, пит ăшă мар, тырри çапкаланчăк мар. || Сговорчивый, податливый. Сред. Юм. Ко çын пит конĕ, онпа тем йăмахласан та, килĕштерме полать. || Колкий (легко раскалывающийся). СПВВ. ЕХ. Кунĕ — час çуралакан йывăç. СПВВ. ИА. Кавăрăç питĕ кунĕ çурлать. СПВВ. ТМ. Çурăлакан кунĕ йывăç. Тюрл. Конĕ йывăç (колкое). КС. Кунĕ йывăç.

кункал

(куҥгал), кунган с ручкой и неснимающейся крышкой, весь из меди. В него наливали вино (эреке пĕр витре кĕреччĕ). Ярмушка-к.

конкăра

кумкăра, конкра, (куҥгы̆ра, коҥгра), колода (для лошадей). СПВВ. Кункăра, колода для лошадей. Ib. Кункăра = лашасем пăтратаканни. Ст. Чек. Кункăра — лаша кăкаракан кункăра (çиме параççĕ, на обдиоке). Шел. II. 53. Яла кĕнĕ çĕрте çӳлĕ ту айĕнчен çăл сиксе пусса, валак тăрăх юхса, пысăк юман кункăра çине тулса, çырманалла, кĕмĕл пек çутăлса, шавласа, йăлтăртатса, юхса анать К.-Кушки. † Улăм çӳппи вĕçтертĕм, кункăра çине ӳкертĕм. ЧС. Вара лашана каялла киле çавăтса таврăнса, лупас айĕнчи кункăра çине çиме патăм, тет. БАБ. Кункăран пĕр енне утă хуратпăр, тепĕр пӳлĕмне (конюшни) лашасем хупатпăр. || Корытце, лоток, которым берут муку; с концов не закрыт. К.-Кушки. Кучкăра — лоток для муки. Шибач. Конкăра — çăнăх исе кĕреççĕ пĕçерме. КС. Кункăра — в роде корытца с незакрытыми концами. N. Конкăра — жолоб, на котором чуваши просевают муку и катают тесто. Хорачка: «сŏнŏк коҥгри». Икково. Конкăра — ночевка, с закрытыми или незакрытыми концами. || Род жолоба, употребляемого при варке пива. СПВВ. ФН. Кункăра — сăра юхтараканни. Сред. Юм. Конкăра теçе, чӳлмек лартса ăсла юхтаракан вараклă хăмана калаççĕ. Тюрл. Салат конкри (валак пек, он çинче сăра йохтараççĕ). || Корыто для посадки пчел (пчелы с корыта идут в улей), когда отроится рой. Торх.

конкăрашкаллă

желобовидный. ТХКА 116. Пĕр чулĕ — авсан такани пек конкăрашкаллă чул.

кунтан

контан (-дан), отсюда. К.-Кушки. Час кунтан тухса каймалла пулат (придется выйти). Ib. Вăл Ял кунтан пилĕк çухрăм. N. Вĕсем мана кунтан пусмăрласа илмесессĕн, айăпланмăттăм. ||После сего, после этого происшествия. СТИК. Кунтан ак çулсем кĕскелсе килĕç, вăйран кайăп... Ун чухне мĕнле пурăнăр! Вот я состарюсь, сил не будет — тогда как будете жить! Ib. Кунтан эпĕ вилсен хытă хыпăр та-ха... унччен! «Когда я умру вот, то почувствуете, как хорошо жить, а то еще теперь плюете на меня»! Ib. Кунтан (повышение голоса на «кунтан») юлтăр çав куштанпа çыхланасси! Ну уж теперь больше не буду связываться с этим коштаном! (То же в Сред. Юм.). Орау. Кунтан малашне куллен-кун пите супăнпе çăвас мар, эрнере пĕрер (или: пĕре) çусан, çитĕ. N. Кунтан чĕрĕлсен те çынсене кураймасăр тăрĕ-ши? Чăв. й. пур. 13. Кунтан эпĕ вилсен, эсир вăл Алмаса ман çуртран нимĕскер те ан парăр, терĕ. Ib. 35. Кунтан арăмă чĕрĕлсен, ан ман, эп мĕн ыйтнине асту! Собр. † Кунтан тăван пăрахас пулсан, хур пулманнине мĕн пулĕ? Ст. Айб. † Тусăм, кунтан, ай, иккĕн уйăрлсан, хăçан пулăпар-ши пĕр çĕре?

кунтарах

ближе сюда. Изамб. Т. Орау. Вăл ял Хусантан пĕр пилĕк çухрăм кунтарах (ближе сюда; или: леререх, если она дальше Казани) пирĕн çул çинчех ларать. Слакбаш. Эп шкултан пĕр пӳрт кунтарах пурăнап, я живу не доходя одной избы до школы. Ib. Вĕсем Чĕмпĕртен кунтарах пурăнаççĕ. Они живут в эту сторону от Симбирска (ближе сюда).

кунтă

(кунды̆), лукошко. В. Олг. Н. Тим. Унтан чĕкеç йĕп тăвакан патне каять те, пĕр кунтă йĕп илсе килет. N. Ăна илет, тет те, кунтă ăшне пуллисем патне пăрахать, тет. N. Пуллисене вăл кунтă çине хурса килет, тет. N. Хайхи пачăшкă Ивана çатан кунтă (в корзину) çине лартнă. Ст. Чек. Турашăл кунти (круглое низенькое лукошко, куда кладут «турашăл»). ЩС. Контă = пурăк || Колыбель. Золотн.

кунтăк

контăк (кунды̆к, конды̆к), лукошко. БАБ. Пĕр кунтăк сĕлĕ. Байгул. Кунти хĕрсем кунтăк пек, таçти хĕрсем така пек. СТИК. Тырă акма тухсан, тырра çав кунтăкпа акаççĕ вăсен, пирĕн — пăтавкка. Яргуньк. Хай Иван, хурама касса, хуппинчен кунтăк турĕ, тет. Ib. Пĕре çак Иван амăшĕнчен ыйтать, тет: апи, пирĕн атте епле пуйнă? терĕ, тет. Ăна амăшĕ каларĕ, тет: ваç çавăнти кунтăкри тапак шăхранĕпе, терĕ, тет. || Лукошко у пчеляков. Мыслец. Хурт кунтăкĕ (надевают на голову). См. пурăк.

конь

(кон’), пространство, занятое на ткани узором. Шарбаш. Пĕр конь, тепĕр конь. Ib. Ку сорпанăн икĕ конь. Ib. Конь хĕрине хорапа тунă. Края узора обведены черным.

куп

встр. в превосх ст.: куп-кукăр, прекривой. Вотлан. Пĕр йăвăç куп-кукăр. (Пĕкĕ).

купа

копа (куба, коба, Пшкрт: коβа), куча; копна. Кан. Срук çине срук. Ун çине каллех срук. Каллех пĕр купа срук. Анчах укçи çук. N. Кайсан-кайсан, вĕсем чул купа айне кĕрсе каяççĕ. Коракыш. Çул хĕринче пĕр навус (пăх) купи пур, çав купа çинче пĕр купа курăк пур. СЧУШ. Уйра е кула, е çĕмел манса юлсан, вĕсенĕн хӳçин кил йышĕнче пĕри те пулин вилет. Салашево. Хĕрсем пурте улăм купинчен улăм çыртса илеççĕ. (Гаданье). Н. Седяк. Купа — пысăкрах купаланă утă. Сред. Юм. Копа торттарас, возить копны сена. Кĕвĕсем. Вуник купа капанĕн хушшинче пĕр сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм. || Мера лугов. Пшкрт: коβа (или: коβалы̆к) пэ̆рт с’э̆рэ̆; с’ор коβалы̆к (она вал’л’и с’ор коβалы̆к картса парза) = с’ор jэт с’э̆рэ̆. Ib. коβа = шиш либо тридада.

купалан

копалан, складываться в кучу. N. Чăрăшисен турачĕсем çине юр нумай купаланнăран авăнса аннă та, çыпçăнса кайнă. Чув. пр. о пог. 116. Пĕлĕтсем пит çӳлĕ купаланса хăпарсассăн... Если облака, скучиваясь, поднимаются очень высоко... Тогаево. Йăвăççисем çулахим (= çулахин) пек сип-симĕс корăнса карĕ, анчах йăвăççисем тăрăнче шап-шурă хорсем копаланса лараççĕ. N. Купаланса выртакан йĕтĕн çурăмĕсем. Шурăм-п. № 21. Пăрахутăн пĕр вĕçĕнче халăх купаланса тăрат. N. Шыв купанăн купаланса тăнă. N. Купаланса выртать (напр., камень, песок?).

Купир

(кубир, кубир), губернский город. Кăмак-к. Ку ял купир (-ир) лапах! Эта деревня — настоящий губ. г. N. Алекçи çурчĕ купир пак: купир çинчен пăхсан та, курăнать. Орбаш. Асли пĕр купире çитсе кĕчĕ те, пĕр çын та çук, шатах чул кĕлетке пулса выртнă (обращены в каменные статуи). Н. Сунар. Кайсан кайсан, çав патша каласа янă купира çитнĕ. Якейк. † Çынсен варлисам орам орлă, пирн варлисам купир орлă: ĕмĕрте те корас çок. Панклеи. † Çичĕ çĕр килли (в 700 дворов) пирн Пантли, купир полас сасси пор.

купăс

копăс (кубы̆с, кобы̆с), скрипка. Юрк. † Икĕ купăс укçипе юхăм шыва пĕверĕм. (Гов. девушка). Рак. Чике старик, хур сухал. (Купăс). Ст. Чек. Чăнк, чăнк, чăнкăрти, чăнкăр татăк тимĕрти; анарски Пиктимĕр, тусăм пашла Натали. (Купăс калани). Стюх. Купăс çийĕ сарă-мĕн, пилĕкĕ тĕлĕ хура-мĕн. N . Унтан купăс калаççĕ, хĕрарăм хыççăн хĕрпе пĕрле тата хĕре купăспа каласа йĕме вĕрентет вăйçă. N. Пĕр çын купăс каласа çӳрет, тет.

купăста

копăста (кубы̆ста, кобы̆ста, Пшкрт: коβыста) капуста. Якейк. Ача чох (в детстве) ман çӳç копăста пак шоп-шорăччĕ, тет (говорят) Ib. Пирĕн Йăван çӳçĕ котăста пак шорăччĕ. (Это не то, что русское «белые, как лен», т. к. капуста еще белее). Изамб. Т. Пукравччен пĕр-ик эрне малтан çĕр-улми (кантукла) кăлараççĕ, хăшĕ купăста касаççĕ. Юрк. † Вуникĕ качака усрăтăм (= усрăттам) купăста касма каймăтăм, çирен тăлăп пăрахмăтăм. Альш. Купăста чăмăртаннă. Капуста завилась в вилки (в кочаны).

куплак

коплак (коплак), колодка под лаптями (тат. кутӓртмӓ). Икково. Ачасем çорконне çăпата çомне коплак çĕлеççĕ. Хорачка. Çăпата çомня çĕлеччĕ çорконя коплак, йӳçрен туса, йор шу тапрансан. || СПВВ. ПВ. Куплак — шарик; маленькая копна. Карамыш Куплак — дерев. шар для игры микле. || В перен. знач. В. Олг. Пĕр коплак та паман. Ни шиша (т. е. ничего) не дал.

коплантар

то же, что каплантар. Хоразан. Пĕр пĕччен нумаях çулса коплантараймăн.

куптака

коптака (-тага), часть сохи; то же, что купта. Изванк. Хăшĕ-хăшĕ пĕр суха пуçне, куптакине кутăн лартса, туртинчен икĕ вĕрен кăкарчĕç. Çав суха пуçне кутăн юсаса, куптака лартса, ял тавра сухаласа çавăрсан, мур никçан та килмеçт, килсе перĕнсен те, тимĕр картаран виттер кĕреймеçт, теççĕ. Яргуньк. Коптака. удр. суха капташки.

кур

кор (кур, кор), видеть, увидеть; видать, увидать; заметить. Кр. Чет. † Корак килет: корас, тет; корса, пăхса илес, тет. N. Эсреле час-часах куракан та пулнă. N. Таврăннă чух юрласа, парнисене çынна курмалла илсе таврăнаççĕ (чтобы все видели). ЧС. Киле кайма тесе, тула тухнă та, кĕлет тăрри çуннине курах кайнă (вдруг увидел, что горит крыша амбара). N. Корман-илтмен çын (совершенно незнакомый человек). ЧП. Хăрпăх витĕр пăхрăм та, ылттăн чĕкеç курах карăм. Альш. † Илсем, йысна, çĕлĕкне, кукша пуçна курарах! Юрк. Выля, выля, авантарах выля! чăваш арăмĕ епле ташланине курар-халĕ. Ib. Курăпăр, унта мĕн пулĕ! Увидим (посмотрим), что там будет. Ib. Эпĕ пулатăп, куратăн! Да, это я (был)! Ib. Куратна? тесе ыйтат. — Çук, курмастăп, тет. Ал. цв. 22. Сана эпĕ хамăн тĕссĕр, курас килми (отвратительное) ӳт-пĕвĕме кăтартаймастăп. Сĕт-к. Çав Элекçи коймăрланнине пре те корас килмеçт вара. Якейк. Эп кортăм эсĕр калаçнине. Регули 145. Эп кайнине вăлсам мана кораççĕ. Ib. 753. Эп кортăм, вăл онта кĕчĕ. Ib. 817. Эп кортăм кам килнине. Ib. 144. Вăл мана корчĕ килнине. Ib. 138. Эп килнине корчĕ. Ib. Ытти çынсем ун хыçĕнчен кĕнĕ чухне вĕсем чулсем хушшинче пăхăр арча курах кайнă. Ачач. 47. Шкул хапхинчен тухнă-тухманах, хайхи качака сухалне (козлобородого) курах ячĕ. N. Паян халиччен курман-илтмен çынпа паллашрăм. Тоскаево. Курмасăр курнă кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Альш. Çав аслă çулпа Куславкка çулĕ çинче мĕн курсан кураттăмăрччĕ эпир тĕнче (наш кругозор этим и ограничивался). Лашм. † Пире илес тиекен сар ачисем Хусан купси хĕрсене илни çук; майра пулса килсе курни çук. ТММ. Курнă суккăра илеччен, курман суккăра ил. (Послов.). Ск. и пред. Куртăм вара курмаллах мĕншĕн çав юр çунине. Ib. 44. Епле пĕлтĕр макаçи тыррине вăрларĕ те, курман пулчĕ хăй (отказался от того, что видел). Собр. Курман çĕртен курнă çын кăнтăрла çурта çутат, теççĕ. (Послов.). Т. Григорьева. Курман кăнтăрла çурта çутнă, теççĕ. Сред. Юм. Корман çĕртен корсан, кăнтăрла çорта çутнă, тет. (Говорят про человека, бывшего бедным, но потом обогатившегося). Ib. Мана корни-пĕри вăрçаççĕ. Кто ни увидит меня, все ругают. Собр. Курнинчен курманни нумай, теççĕ. (Послов.). Байгул. † Мĕн пăхатăр пирĕн куçран, çӳлте çăлтăр курман-и? (Оригинальное сравнение). Якейк. Çын корнă-корман карта тытса лартрĕ. Ib. Ай, çав платньăксам лайăх ĕçлеççĕ-çке, çын корнă-корман паччалăк туса лартрĕç! || Смотреть, глядеть; наблюдать; брать пример. Ала 3. Хĕр, курса çӳресен-çӳресен (после того, как везде походила и на все поглядела), унăн каясси килнĕ, тет, тинĕс патне. Шурăм-п., № 14. Яш-кĕрĕм тем чухлиех. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах. Ыттисем курса тăраççĕ (наблюдают). N. † Çинçе пилĕк хура куç кам телейне курса (на чье счастье) ӳсет-ши? С.-Устье. Çав вăхăтра хуçа патне улпут тарçисем курма пынă, тет. (Употребляется вместо «туй курма», «хĕрсем ларнине курма» и т. п.). Юрк. Арăмăн упăшки килне тавăрăнсан, хунямăшĕ те хĕрĕ патне кĕрӳшне курма пынă. Кама 29. Ну, киле кайса, çырткалам-ха, çиессĕн килчĕ. Каçхине курăпăр-ха (посмотрим). N. Вĕсем те (молодежь), ваттисене кура (взяв пример), урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç. Учите детей. Ашшĕсенчен кура ачисем те пĕчĕккĕллех чĕлĕм туртма вĕренеççĕ. Халапсем. Çавăнтан вара, вĕсенчен курсах, ыттисем те хăйсем валли çапла сăра тăва пуçларĕç, тет. N. Тухнине кура унта та пырса тăнă. N. Мускав хулине чипертерех курасшăн пайтах урамсене çите куртăм. N. Çавăнпа вĕсенĕн ачисем те, ашшĕ-ăмăшне курса, çамрăклах ырра, лайăха вĕренсе ӳснĕ. || Встречать. N. Кушкăсем Ивана куртăм. N. Кушкăри аппана Хусанта куртăм. Орау. Вăрмана каймассеренех кураппăр эпĕр ăна (встречаем). N. † Пирĕн тăвансем хушши ытла инçе, куракан çынтан, салам ярăрсам; салам ярса салам çитмесен, хăвăр, асăнса, килсе курăрсам. М. Васильев. Ачасĕм ялта коракана-пĕрне (кого ни встретят) шывпа сапса çӳреç. О земл. Халиччен çĕр ĕçĕ çинчен чăвашла çырнă кĕнеке эпир курнă-тăву çукчĕ. Бес. чув. Тата темиçе хут та Керимуллапа курса калаçмалла пулнă. || Видеться; повидаться. N. Йăпăрт анчах корасчĕ сере (= сире)! Б. Олг. Ну, тет, кортăмăр, тет; атя хопаха тет, пĕр коссушкă эреке ĕçĕпĕр, тет. Слеп. † Эпĕр ĕçме килиса, эпĕр корма килиман. Йӳç. такăнт. 19. Сыв пулăр, тепре кураччен! До свидания! N. Тавăрнсан, пĕр-пĕринпе курса, пĕр виçĕ курка сăра ĕçесчĕ. (Письмо). Юрк. Санпа курса калаçнăранпа (со времени нашей встречи) тăват-пилĕк хăваттире куçрăм. N. Тав ĕлĕххисене! — Апла пулсан, юрĕччĕ те, куримастпăр çав (редко приходится видеться). Альш. Сывă пулăр-ха, куриччен! До свиданья! || Претерпевать, испытывать, переносить, выносить. ГТТ. Курмалли пулнă. Такова (его) судьба. Ib. Курасси пулнă. В. С. Разум. Унта ташлама тапратрĕç. Манăн çав ташланă вăхăтра ыйхă киле пуçларĕ. Манăн çав ташă вăхăтĕнче мĕн пур курни те ыйхăпа вăрçни анчах пулчĕ. Тогач. † Ай акисам, акисам! Килетĕр те тăратăр, кăркка чĕпписем мĕн кураç пулĕ! (т. е. вы ушли из дома, не покормив их). N. Темĕн те курса ларăр ак! Вот с вами случится что-нибудь скверное! (Угроза). ЧС. Пĕлтĕр те лаша вилчĕ, кăçал та апла пулсан, мĕн курăпăр вара! КС. Турă куртăр сана! (Пусть накажет, воздаст). Шел. 29 Ылттăн çурта кĕрсен те, кĕмесен те, вилмелле, мĕн курнă пуç куртăрах, унта мĕн пур пĕлмелле. N. † Йывăр хуйхă курнă çукчĕ, çурчĕ çамрăк чĕрене! Кĕвĕсем. Мĕн тăвас лутра кăвакал? Мĕн курас лутра кăвакал? Юрк. Чĕрĕм чунăм чăтманнипе кура-кура çӳрерĕм (скитался на стороне?). Ib. Тĕлĕнмелле! Усал курассисем, калăн, юри çак вăхăта кĕтсе тăнă, тесе! Ib. Курассине хирĕç. Как на грех. Ib. Хыçĕнче тăракан пĕр çынни, ку çапла хăраса тĕсрен ӳкнине курсан, унăн аркинчен туртса: унпа ан кĕреш, çĕнеймесĕр, унăн айне пулсан, хăнтан ху çынна култарăн, темĕН курса тăрăн, хур пулăн. Ан кĕреш! тет. Ib. † Ĕмĕрĕ иртсе пырат, мĕн курассине пĕлмес. Ст. Шаймурз. † Курайман тăшман кураймĕ, хăй мĕн курасса пĕлеймĕ. О сохр. здор. Лекĕрсем сивĕрен пăсăласран сыхланма хушаççĕ пулсан та, пĕртте сивĕ курмасăр пурăнма хушмаççĕ. Алших. † Хур курассăр килсессĕн, Атăл хĕррине анса кур. Букв. 1886. Ак ĕнтĕ, шан ача пăчана, вырăнсăр нуша курса çӳре! Иревли. Çуралнă чух çырнине (что суждено судьбою) курмасăр ирттерсе яраймалла мар; курма хушманнине кураймастăн. Собр. † Эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и? (Хĕр йĕрри). Сред. Юм. ЬIтлин-çитлин порнăç корса полмарĕ. Не пришлось жить в довольстве. Ала 88°. Вăл ачасем мĕн курман, хурлăхне те, савăнăçне те курнă вăсем. Образцы. Халиччен ырă çын умне тăманччĕ, чĕлхем çыхланнине курманччĕ. N. Конта темĕн те корăн! N. Курассу пулсан (если суждено судьбою), çитен иккен пур тĕле те (всюду. перебываешь). Никит. Макçăм: çаран укçи тӳлемесен, сутмалла пулат пуль-çке, мĕн курмалла, тесе, юмахласа улăхать. Истор. Алă-ура суран курни хисепĕ те çук. Кан. 1929, № 138. Ман пек, ни лаши, ни карт-хури çук çын çăкăр çисе курас çук (хорошего житья не увидит). || Юрк. Курас килмен япалана, ăна епле ирĕксĕр ĕçес тетĕн. || Считать за... СПБВ. Хăй чунĕ пек курать (юратать). N. Çамрăккисене тăвану пек кур. Ал. цв. 1. Хуçа хăйĕн хĕрĕсене чун пек курса пурăннă (души не чаял). N. Çиллисемпе мана тăшманăн кураççĕ. Букв. 1886. Эсĕ унта килте чупса çӳренĕ чухнехи пек куртăн-и мĕн? Ăçта сурăхусем? теççĕ. || С отрицанием в гл. возмож. — ненавидеть. Ск. и пред. 15. Эсир мана ӳстертĕр, ача чухне юратрăр; анчах ӳссе çитрĕм те, хĕрĕр чунне курмарăр. Чăв. й. пур. 23°. Вăл Натти пит усал кăмăллă пулнă, çынна пĕртте кураймасăр тăнă. Эпир пурнаппăр юлташпа. Икĕ кинтеш пĕр-пĕрне кураймасăр пурнаççĕ, чысти çавăн пекех пурнаппăр. || Знать. N. Çапах та ытти çынсем уна (это) курса пĕлсе тăраççĕ пулсан та, юмăçа кайма пăрахмаççĕ. || Относиться. Альш. Вăл пурне те хăйне курнă пек курать. Он на всех смотрит, как на себя, относится ко всем одинаково. || Принимать (за кого). N. Ĕмĕтленетĕр — илейместĕр; вĕлеретĕр, ăмсанатăр — çапах ĕмĕтĕре тăрантараймастăр; вăрçатăр, тăшманăн куратăр — çапах çук, мĕншĕн тесен ыйтмастăр эсир. || Дождаться (худого). К.-Кушки. Çаратсан çаратсан, мĕн-те-пулса курĕ-ха (пулĕ-ха). Грабит, грабит, да до чего-нибудь и дограбится. || Иметь. Истор. Санăн арăму Ирина халиччен ача-пăча курман, ахăр ӳлĕм те кураймĕ. Собр. Ай, пиччеçĕм, Николай, пичче! Эсĕ курнă ача-пчана эпĕ те кура парам-и, эсĕ курнă пурнăçа эпĕ те кура парам-и. Орау. Виçĕ пуса курман-им эпĕр, виçĕ пусшăнах çука юлмăпăр-ха! (т. е. копейка — не велик расход.) || Подражать. N. Эсĕ кукленсе кĕнĕ арăмран курса вĕрен. || Иметь целью. Бур. † Ай-хай, çинçе пӳçĕм, çамрăк пуçăм, кам телейне курса ӳсет-ши? || Кан. Çав тери пуян çын хĕрĕ мĕн курнă-ши ĕнтĕ (что нашла завидного) ман ывăлра? || В качестве вспомогательного глагола. Сунт. 1929, № 9. Çăва тухнăранпа армансем çунаттисете лайăххăн, вăйлăн çавăрса та курайман. N. Конта çантăлăк пит вĕри: кон-каçа кĕпесем типсе кормаççĕ. N. Пĕр вĕренсе тухсан, кĕнеке вуласа курмаççĕ. N. Ким тытса курман, шывпа çӳресе пиçмен çын. N. Пĕр санпа анчах калаçса курман. N. Хусантан тухнăранпа ăшă пӳрте кĕрсе курман. N. Тăласем типсе курман (= все время мокры). Конст. Чăв. Тата килсе кĕр (приезжай повидаться), тепĕр килнĕ чух (в другой раз) аннӳне те илсе кил вара. N. Кайса кур чăвашсене. Поезжай, повидай (или: навести) чуваш. N. Сыв пул! Татах килсе кур. Кан. Ялта мар пирки кашни кунах кайса кураймастпăр. Юрк. Ку аттамсемпе эпĕ темĕн каласан та Хусана çитсе курас çук. СТИК. Эпĕ халиччен çӳресе курман çын мар вĕт. Чай, я не в первый раз (езжу).

кура

смотря на; из-за; по причине; соответственно. N. Тен, эсир аван вырнаçсан (устроитесь на новом месте), сире кура тата ыттисем пырĕç. Орау. Ăна, пĕчĕккĕ тесе, ан кала эсĕ, вăл хăне кура мар. Ib. Усалăн кăмăлĕ те питне-куçне кура. У него, негодяя, и характер в рожу (т. е. соответствует его внешности). Ib. Хăй, хăне кура мар, шăрчăк пек чăлт-чăлт анчах сикет. Петушится не по достоинству своему, хотя сам — ничтожество. N. Çулне кура мар пысăк. Велик (телом) не по годам. Хăй çулне кура мар ăслă. Умён не по летам. N. Пĕр-пĕрне кура мар. Чубаево. Пĕр вăхăтра, хам аптратнине кура, атте пĕрре çапла каларĕ: школа кайса пăхас пуль, Виктăра хут вĕрентме леçес. Юрк. Калама та çук, хăваттирĕм хакне кура (по ее цене) пит аван. ТММ. Кил йышне кура пыран çын. Изамб. Т. Пуçне кура (соответственно) китăн (у кита) çăварĕ те пит пысăк. Ст. Чек. Хăна кура мар йывăç аван! Не по себе дерево клонишь! (о женитьбе). Ib. Кăмăлне кура телейĕ. По характеру и счастье. (Послов.). Н. Кунаш. † Ким чече, ким чече, киле кура пĕр кура... еtс. Бишб. Кăвакал кӳллине кура (соображаясь с глубиною озера) чăмат. Чураль-к. Хытă пăтă çимĕтĕм, çывне кура (из-за масла) çиетĕп. Микушк. † Укăльча тулашĕнчи лас хурăн («кудрявая старая береза»), ласне кура пас тытнă; пирĕн пек çамрăк ачасене йăвашне кура (вследствие их смиренства), çын çиет (про них сплетничают).

куран

видимо (собств. «видишь»), как видно. СЧЧ. Вăсем сиснĕ, куран, эпĕ йĕрĕхе (кузовок йĕрĕх’а) пăхма кайнине. Юрк. Вĕсем, ялан аш çинĕрен, куран, мăнтăр çынсем мар. Ст. Чек. Пулă кашкăрăн кăмăлне кайнă, куран. Ib. Вăл хăмăт илнĕ, куран (говорит человек, который смотрит в окно и видит, что его знакомый приехал в новом хомуте). Хĕн-хур. Вăл (она), савăнса: ку тĕтĕм пĕр-пĕр пӳрт мăрйинчен тухат, куран, тенĕ. Юрк. Сăмавара эсир пĕртте тасатмастăр, куран: пит хуралнă-çке? (Срв. Ст. Чек. Куран, вăл мĕн тăват. Видишь, что он делает, т. е. его надо опасаться).

курăн

(куры̆н), видеться, показываться, появляться; казаться. N. Инкек куçа курăнса килмес, тесе, ахаль каламан ваттисем. Чхейп. Хĕвел курăнмасăр тăнă вырăнта та вăрлăх ӳксен: е тырă, е урах ытти тĕрлĕ шăтакан япала (растение), çавах шăтса тухат. Орау. Унăн куçне курăнмасăр çуреттĕм. Я старался не показываться ему на глаза. N. Йытă курăнми анса каять (пошла на дно). Городище. Виççĕ мана пиллĕк пек (только так!) курăнчĕ (или: туйăнчĕ). Тройка (отметка) показалась мне пятеркой. Ск. и пред. 18. Тĕнче тĕксĕм палăрчĕ, юмахри пек курăнать. Ib. ЗЗ. Пырса курăнтăр анчах (пусть только покажется), пирĕн ун валли кучченеç виçĕм çулхиех пур-ха! Синерь. Вара пачăшкă курăнмичченех кайнă. Янорс. Атте мана каларĕ: çав тĕме çинчен Шупашкар курнать, терĕ. Ib. Вара эпир тĕме çине улăхса çитсен, Шупашкар курăнса карĕ. Ib. Унтан вара пĕр вăрман курнах карĕ. Юрк. Каччине хăне куçа-куçăн курăнса калама (невесте) мел килсен... Кумарка. Тата аслă шывсем пĕчĕк шывсем юхса кĕнипе тулса каяççĕ те, пĕр енчен пăхсан, тепĕр енчи те курăнайми пулаççĕ. Альш. Инçе çула хĕр кайсан, килни-кайни курăнмас (не видно чтобы она приезжала?). Дик. леб. 35. Тинĕс вĕçĕ-хĕрри курăнми сарăлса выртать. Истор. Çынсем, пĕренесем, чулсем, пăхса курăнми çӳле ыткăнса кайса, каялла пере-пере аннă (при взрыве). Альш. Курăнми-курăни кайсассăн, ик аллăна сĕлт те, савăнса юл [когда мы (я) почти исчезнем (-ну) из глаз]. Регули 1247. Инчерен шорăн (белым) корăнчĕ; утăн (лошадью) корнать; чĕреллĕ (заботливым) корнать. Ib. 331. Çав вырăнтан корнаканччĕ. Ib. З29. Хола пирĕн патран корнакан (т. е. его видно). Ib. ЗЗ2. Çав пӳрте çĕмĕрсен, корнакан полĕ. Орау. Асăрхаман та, пĕр чӳречерен çутă курнах карĕ (показался свет). Якейк. Эп чукун çолпа пынă чох йăвăç хошшисампа хăй çутисам корна-корна пычĕç. || Иметь вид. N. Уçăмсем кăçал мĕнле курăнаççĕ? || Чувствовать, замечать. N. Хĕр ăна каланă: эсĕ мана хăвăн кăмăлна килнĕ пек курăнатăн-и? тенĕ.

курăсăн

(а) смотришь, (а) посмотришь, глядишь. Юрк. Курăсăн, сана: каллех: ĕçет, тесе, хăваласа кăларса яраççĕ (с должности). Ib. Пупĕ, курăсăн, ӳсĕрпе, улпут патĕнче çапла мĕн ыйтнине пыра-пыра лартнине (подают на стол) аса илсе, килĕнче те çапла мĕн ыйтнине пырса лартттарасшăн. Ib. Курăсăн, хай çын пĕр лашасăр тăрса юлат. См. Оп. иссл. чув. синт. II, 166.

курмах

по примеру; глядя на... Юрк. Ытти çынсене курмах, хулисенче, ялĕсенче (в своих городах...) хĕлĕ-çăвĕ (и зиму и лете) пурăна пуçланă. Ib. Пĕр чăваш, ытти çынсене курмах, пахча çимĕçĕ ĕрчетнĕ. СПВВ. Вĕсене курмах хам йĕрсе ятăм.

курса пурăн

жить и обозревать. Юрк. Хусанта эпир пĕр-икĕ кун курса пурăнтăмăр (прожили, обозревая Казань).

курак

корак грач. Сред. Юм. Кôрак: хора та полин, хам ача, тесе каларĕ, тет; çавăн пик, чипер полмасăн (= полмасан) та, хамăн хама илемлĕ. Ib. Корак ачине: хора полин те хам ача, тесе калать, тет. (Поговорка). Кан. Килсен, каллех курака хыптарнă пек хыт чăмлаксемпе ачан хырăмне тултараттăмăр. N. Ирех курак юрласан, çумăр пулат, тет. Орау. Çитĕ, ытла тасалсан, курак йăтса кайĕ, курак сăхса кайĕ! тиççĕ питне хытă çăвакана. Т. Гршорьева. Куракăн пĕр юрă, ухмахăн пĕр сăмах, теççĕ. ЧП. Курак килет. || Иногда общее обозначение грачей и ворон. НИП. См. МКП. З6. || Пики (масть в картах). Изамб. Т. (В б. Цив. у. корак — в том же зн.). СТИК. Курак манăн. Пики мои. Ib. Куракне пар. Ходи с пик. Ib. Курак тăххăрли мана килчĕ. Девятка пик досталась мне. К.-Кушки. Курак пĕччен, пиковый туз. ||Яз. имя мужч. Т.-И.-Шем., Орау., САСС., Н. Седяк., Рысайк., Б. Олг. и др. Трхбл. Курак = курмишка. Насмешка над именем Курак. || Прозвище мужч. Б, Маклашк., Б. Яныши.

ӳк

(ӳк, ӳк), падать, пасть; упасть, свалиться; впасть, выпасть. Орау. Кайнă чухне чӳречесене хупса хăварăр, тата унта-кунта астуса тухăр, вут ӳксе юлнă ан пултăр (чтобы где-либо не осталось упавшего огня). Сред. Юм. Ӳке парсан (если вдруг упадешь), пуçна çȏрса пăрахан вит! Изамб. Т. Кăна ӳкеччен хĕнес тесе, çынсене чĕнсе пухнă. Собрали народ, чтобы избить его до полусмерти («до упаду»). N. † Ой (хир) варинчи тӳрĕ çăка, кассан ӳке памĕши? К.-Кушки. Санăн тăватă шăлччĕ; малтан ӳсĕрсен, икĕ шăлă ӳкрĕ; тепре ӳсĕрсен, тата иккĕш ӳкрĕç. У тебя было четыре зуба; ты выкашлянула сначала два, а потом остальные два. Регули 1449. Ӳктĕр, тесе, ятăм. Я выпустил его, чтобы он упал. Орау. Ӳксе, сăмсине çĕмĕрнĕ. Упал и разбил себе нос. О землед. Кăчуне тата хăш-хăш çынсем навуса анасем çине хĕлле е кĕркунне, юр ӳкиччен (до снега), тăкаççĕ. Чураль-к. Пĕчĕк-пĕчĕк çăраççи ӳкрĕ-ӳкрĕ çухалчĕ; уйăх курчĕ, хĕвел илчĕ. [Сивĕ пăх (чит. пŏх), т. е. блистание снега]. Юрк. † Кĕмĕл черкке пулăтăм, атте аллинчен ӳкмĕтĕм. Ау 13°. Урмак-маки: ӳкем, тенĕ çĕртен (приготовившись упасть), тепĕр йывăçран ярса тытрĕ (ухватился), тет. Т. VII. Хайхисем пыллă сăрана, ӳсĕрĕлсе, ураран ӳкичченех ĕçнĕ, тет (напились до того, что свалились с ног). Хорачка. Вăлсаня ĕçтерес-çитерес полат ӳкиччен. || О снеге, отблеске и пр. Альш. Миххайла праçникĕ таврашĕнче юр ӳкет ӳкнĕ çул. Около Михайлова дня в иной год выпадает снег. Хыпар № 39, 1906. Каçпала тĕрлĕ енче пĕлĕт çине вут çуттисем ӳкеççĕ. По вечерам в разных местах виднеется зарево. || О всякого рода случайностях. Богдашк. † Тантăш тухса кайрĕ те, хуйхă ӳкрĕ пуç çине. Подруга вышла замуж, и мне пришлось горевать. Пазух. Кирек сахăрна пар, ай, пылна пар, кил шухăшĕ ӳкрĕ пуç çине (пала на сердце дума о доме). Чăв. й. пур. Пуç(а) ӳксен, пушмак. Если случится нужда, то (сошьешь) и башмаки. (Послов.). || О растениях на корню, повалившихся в одну сторону. Нюш-к. Пăрçа хăмăлĕ ӳксен, когда стебель гороха повалится на зеклю. КС. Тырă ӳксе пулнă (= лайăх). Хлеб уродился замечательно хорошо. || Слететь. Юрк. † Хурпа кăвакал калаçаççĕ: патшанăн аслă кӳлне ӳкес, теççĕ. Гусь с уткой совещаются о том, чтобы слететь на царское озеро. || Спадать. О сохр. здор. 42. Чĕрнесем ӳкеççĕ. Ногти спадают. Чув. календ. 1907. Çак хĕрелсе тухнă япала (сыпь) 2—3 кунран çухалать. Ун хыççăн ӳт тирĕ хăпаланса ӳке пуçлать (после этого кожа начинает шелушиться). || Впадать (в горе). Жит. св. Январь. Вăл турă çине шаннипе нихăçан та хуйха ӳкмен (не падал духом), яланах савăнăçлă сăнпа тăрса, турра мухтанă. Псалт. 142,4. Чунăм хуйха ӳкрĕ. || Угодить (попасть). N. Вăрăм-вăрăм чăрăшсем вăрман хыçне кайс' ӳкнĕ; вăйя тухман аппасем каччă хыçне кас' ӳкнĕ (угодили к парням). Хыпар № 4, 1906. Эсĕ тĕне кĕмен чăвашсене каласа ăнлантар: вĕсем тутар ултавне ан ӳкчĕр. Истор. Вăл пит аслă ӳкĕ святой çын пулĕ. Альш. † Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç чухрах çĕре ӳкеçке (= ӳкет-çке). Чем люди живы. Епле вара эсĕ çул çине пырса ӳкрĕн? тет Матрӳни. Как же ты угодил прямо на дорогу? ― говорит Матрена. Сир. 15. Вăйлă çынпа ан хирĕç, хăçан-та-пулсан ун аллине ӳкмелле ан пултăр. Орл. II, 248°. Пичĕшĕ патĕнче туй ӳкĕ, шăлнĕ патĕнче çĕр выртĕ. (Кăвар). У старшего брата поезжане (во время свадьбы) попируют, а у младшего — заночуют. Панклеи. Пырсан: таста сăмах ӳкĕ, тесе (ирех полчĕ те), хăвасам тохиччен, айăкра лартăм (чтобы не было лишних разговоров). || Добраться. N. † Атьăрах та чупар-ха, чупар-ха, кĕпер çине ӳкер-ха, ӳкер-ха! Кĕпер çинче мĕн пур? тет, мĕн пур? тет. || Выпасть случаю. N. Тухса кайма май ӳкнĕ, илекене йӳн ӳкнĕ. Выпал случай выйти замуж самокруткой, а жениху — дешевка. || Нападать. А. П. Прокоп. † Çуллен тулă акаттăм, куллен хĕрхӳ (хищн. птица) ӳкеччĕ. Юрк. † Ахванеç чикрĕ пуçне стайккана — виççĕн харăслатса ӳкремĕр, виççĕн виçĕ çĕклем вутă йăтрăмăр, улахăн (scr. улăхăн) кăмакине хутрăмăр, Ахванеçе унта чикрĕмĕр, пĕр наччасрах чунне илтĕмĕр. Афанасий сунул голову в кадку, а мы, все три (девицы), сразу накинулись на него (здесь пропуск?). Потом мы, втроем, принесли три ноши дров, затопили печку, сунули туда Афанасья и быстро умертвили его. Чув. календ. 1904. Хăш чухне пахча çимĕçĕсем çине пыйтă-пăрçа ӳкет. Иногда на огородные растения нападают разные вредные насекомые. || Возникать. Альш. † Хамăр пуçа шухăшсем ӳксессĕн, авăнтăмăр хура çĕлен пек. Богдашк. || Ай, тăванăмсем, тантăшăмсем, эпир ĕлĕк чухне пурăнни тĕлĕкрех ӳкеет-ĕçке куç умне. || Переходить (на чью-либо сторону). Юрк. Вĕсем вырăссем енне кайса ӳкмен пулсан... Если бы они не перешли на сторону русских... К.-Кушки. Вĕсен енне кайса ӳкнĕ. Перешел на их сторону, стал действовать с ними заодно. || Отпечататься, отразиться, быть написану. N. Манăн статья хаçат çине начар ӳкрĕ. Моя статья в газете отпечаталась очень неясно, слепо. Духовн. паст. Çавă пичетсемпе ăвăс çине пичет пуссассăн, пичет паллисем пĕр-пĕринчен уйрăм ӳкеççĕ-и? Б. Хирлепы. † Хусана карăм ят пама, ят парса та ят ӳкмер. || Составлять, равняться (о мере). N. † Атте килĕ улăх пак, утмăл чалăш вăл ӳкет (равняется 60 саж.); утмăл утăм утсассăн, пирĕн аттене юрăн-ха (угодишь нашему отцу, т. е. твоему свекру). || Обходиться (в смысле стоимости). Хыпар № 30, 1906. Пĕр пăт сахăр савăт хуçисене 1 тенкĕ те 60 пуса яхăн ӳкет. Пуд сахару обходится самому сахарозаводчику около одного рубля 60 коп. N. Мĕн хака ӳкессине... Во что обойдется... N. Вĕсем ăна ултă тенкĕ анчах ӳкнĕ. Они обошлись ему всего в 6 руб. Хыпар № 46, 1906. Ăна укçа пит хакла ӳкет. Деньги обходятся ему очень дорого, т. е. он затрачивает для добывания их много труда. || Приходиться (безл.). К.-Кушки. Мана вутă тултма ӳкрĕ. Мне пришлось носить дрова. N. Колач пĕçерме ӳкрĕ. Пришлось печь калачи. || Лишаться. Псалт. 48,15. Вĕсем чаплăхĕсенчен ӳкĕç. || Окончиться. Орау. Ака ӳкнĕ = ака пĕтнĕ. IЬ. Çĕртме ӳксен, пĕр-ик эрнерен ута каяççĕ. Недели через две по окончании пара выходят на сенокос. IЬ. Ака ӳксен, пирĕн касу кăлараççĕ. По окончании яровой пашни у нас выгоняют на пастьбу табун. || Падать в цене, дешеветь. В. Олг. Паян çăмарта ӳкет-и? (хăпарат-и). Падают ли (поднимаются-ли) сегодня в цене яйца? Шибач. Эреке ӳксе-и? Подешевело ли вино? КС. Тырă хакĕ ӳкнĕ. Цена на хлеб упала. || Уступать (в цене), делать уступку. Юрк. Эпир унтан кая пĕрте ӳкместĕпĕр. Мы больше ничего не уступим. Изамб. Т. Ӳк, ӳк пăртак. Уступи немного. Хурамал. Пилĕк тенкĕ ыйтрĕ те, пĕр тенкине ӳкрĕ (уступил рубль), тăват тенкĕ пачĕ. || Начинать(-ся), приниматься. Трхбл. † Çулаях та тăрăх анам пур, хăш йăранĕнчеп ӳксе вырам-ши? В. Ив. Вĕсем ку ĕçе çуркунне, ăшăта пуçласанах, тытăнса, кĕркунне, сивĕ ӳкеччен (до наступления холодов), ĕçлеççĕ. Сред. Юм. Çав ана çине вырма тин пырса ӳкрĕç, тавна темĕн чол вырса пăрахрĕç. Только что начали жать, а уже выжали много. Якейк. Леш аная пĕтерсе, çотри ани çине кайса ӳкрĕмĕр (начали жать загон на пригорке). К.-Кушки. Кăнтăрлана иккĕмĕш ана çине ӳкрĕмĕр. Кумпек (= кун пек) вырсан, тепĕр эрнерен пĕтеретпĕр. Орау. Санара-пуçăн анана сухаласа пĕтерсе, шĕвĕр çине ӳкрĕмĕр эпĕр кăнтăрлаччен. || Приводить к каким-либо результатам. Жит. св. Апрель. Вара Сисиний, хăй ӳкĕтлени ним вырăна та ӳкменнине курса, вĕсене çунтарса ямалла сут тунă. || Сбиваться (о масле). Якейк. Паян уçласа ăвăнтăм, çу ним туса та ӳкмеçт: те пĕçертсе ятăм (вĕри шывпала), те сив шу кирлĕ. || Заболеть, слечь. О сохр. здор. Çак çын чĕрĕличченех, ӳнăн чирĕпех çав килте тепĕр çын ӳкет. Никит. Анчах нумаях та пулман, çак Петр Михайлов халсăр пулса та ӳкнĕ. НТЧ. Элекка пĕр кун çӳрет, икĕ кун çӳрет, тет, хайхи ураран та ӳкрĕ, тет. || Пасть (умереть, о животном). См. пăч-пач. Ст. Чек. Лашисем ӳкрĕç. Их лошади пали. Истор. Вăл лаши ӳкнĕ, тет те, тарçисем ăна хула тулашне кăларса пăрахнă, тет. Сборн. по медиц. Сибир чирĕпе хăш-хăш çĕрте выльăх час-часах ӳкет, хăш çĕрте сайра ӳкет. || Сред. Юм. Пирн хыçа ӳксе вырăр. (Говорят артели, если загон не широк, когда велят начать жать сзади и по направлению к говорящему). || Вспомогательный глагол (см. «Оп. иссл. чув. синт.» II, стр. 57). Шел. 100. Хăш тĕлтен вĕçсе ӳкрĕн-ши кунта? Б. Яныши. Çак тилĕ мĕн пур пуллисене йăлтах çĕрелле пăрахса пĕтерчĕ, тет те, хăй те тухса ӳксе юлчĕ (выпала), тет. Юрк. † Сире курсан, сиксе ӳкрĕм (спрыгнул) çав сарайран сӳлĕ пусмаран. Актай. Кунăн арăмĕ сывлăшпа хăй ăшнеле туртать, тет те, лашасем ун ăшне пурса (= пырса) ӳкеççĕ, тет. Его жена вдохнула в себя воздух, и вместе с воздухом втянула в себя и лошадей. N. Ĕнер каçпа ку чулсем çук-чĕ-çке, ăçтан килсе ӳкнĕ вĕсем? тенĕ. Юрк. Тăрсан-тăрсан (вут), урамăн тепĕр енне те кайса ӳкет. Через некоторое время пожар перекинулся и на другую сторону улицы. Альш. Чупать, чупать те, аран çитсе ӳкет (добегает) пĕр çын тĕлне. N. Эпир хĕпĕртесе ӳкрĕмĕр. Мы очень обрадовались. N. Савăнсах ан ӳк. Не очень радуйся. Хыпар № 31—2, 1906. Çакна илтсен, земский пĕтĕмпех хыпаланса ӳкнĕ. (затомашился). Толст. Хир сысни хăй çине сиксе ӳксе (накинулась), вилмеллех хырăмне çурса пăрахре, тет. Мар. Егип. Арăм кĕл-туса тăнă вăхăтра, Зосима пĕтĕмпе хăраса ӳкнĕ (перепугался). N. Вара халăх хăраса, сехĕрленсе ӳкнĕ (перепугался). Хыпар № 35, 1906. Çавăнпа правительствопа çĕр нумай тытакан улпутсем хăраса ӳкрĕç. Букв. I ч. 1904. Ку улпут пек манăн пĕр сехет анчах пурăнса пăхасчĕ: кĕрсе ӳксеттĕм вара ырă пурăнăçа! тет (ну и зажил бы я тогда!) Чăв. й. пур. 22. Хăй те вырăнтан тухса ӳкнĕ. И сам лишился места. Якейк. † Çăлтăр виттĕр çол корнать, эпĕр каяс çол корнать; хăçан çитсе ӳкем-ши? (доберусь). N. Çавăрнса пăхрăм та, Матьви киле парать, аран тарса ӳкрĕм (едва удрал). Истор. Изяслав хăй те Киеве аран тарса ӳкнĕ (убежал, т. е. добрался до самого Киева). М. Чолл. Аран тарса ӳкрĕмĕр пĕр çырмана. Едва успели добежать до оврага. N. Катăлса ӳк, отломиться и отпасть; татăлса ӳк, оторваться и отпасть; çĕмĕрĕлсе ӳк, разбиться и упасть. Сред. Юм. Татса ӳксе выраççĕ. (Загон не широкий, а жнущих много, поэтому начинают жать в разных местах загона, т. е. один с одного конца, другие с середины, а третьи ближе к другому концу).

ӳксе вил

умереть, пасть; любить до безумия. Янтик. † Путĕр-путĕр путене, ӳкрĕ-вилчĕ шыв çине; ах аппаçăм (çавă пур), ӳкрĕ-вилчĕ йыснашăн. Янш.-Норв. † Ай-хай, ах, аппаçăм, йыснаçăм, ӳкетĕр-вилетĕр пирĕншĕн (так заботливы к нам, что не знаете, что делать). Ст. Айб. † Ай-хай, тусăм, хура куçăм, ӳкетĕр-вилетĕр пирĕншĕн. N. Хăш-хăш çынăн ниăçтан та пурăнăçĕ ĕнмеç: е ачи-пăчи пурăнмаç, е учĕ-ĕни ӳксе вилет. Н. Карм. † Эсĕ пăрахсан та, эпĕ пăрахмăп, çак çулсенчех ӳксе вилмесен (если не умру в эти годы). Юрк. Пĕр халирлĕ çул çак ялта тутарсем пĕр-пĕрин хыççăн ӳксе (надо бы: ӳке-ӳке) виле пуçланă. Сред. Юм. Ӳксе вилсен те, хĕрхенмĕ. Он, хоть умри, не пожалеет. (Çынна ĕçлеме кĕршсен, пит нăмай ĕçлеттерекен çынна, чȏхăн çын кивçен ыйтса кивçен паман çынна çапла калаççĕ). IЬ. Ӳксе вилес пик ĕçлет. До того работает, что, того и гляди, упадет и умрет. Умереть скоропостижно, внезапно. N. † Эпир ӳксе вилсен, мĕн юлат? — Çак калаçна чĕлхе, çав юлат. Хыпар № 20, 1906. Килте хытă ĕçлеттĕм, ĕç айне ӳксе вилеттĕм.

ӳксе хăвар

почать (загон). КС. Эс паян нумай турăн-и? — Эп паян, пĕр çур-пилĕк туса, теппĕрне ӳксе хăвартăм.

ӳкем

(ӳг'эм), мера пряжи в шестьдесят ниток. Якейк. Ӳкем хоттăр хотăрнă чох полать. Ӳкемре отмăл пĕрчĕ. || Мера пряжи в 30 ниток (при навивании). Б. Олг. Хорачка. Ӳкем (ӳђӓм) ― вăтăр çип. || Мера пряжи (= 80 пĕрчĕк). Чертаг. КС. Пĕр ӳкем çип. Начерт. 95. «Ӳкем — пасьма» (sic!).

ӳкен

то же, что ӳкем. СПВВ. Х. Ӳкен ― пĕр ӳкен çип ― приблизительно десятая часть (1/10) чувашского мотовила.

Ӳкĕс-пӳлек

(пӳл'эк), по-тат. Ӳгіз-kуаk, назв. урочища. Хурамал. Ӳкĕс-пӳлек. Унта тутарсем пĕр-пĕринне вăкăр вăрласа пуснă, çавăнпа вăрмана ят панă.

ӳлексе

(ӳл'эксэ), падаль, дохлятина. Ст. Чек. Ӳлексе, татар. слово; часто употребляется чувашами как бранное выражение (= вилеймен). IЬ. Пĕр ӳлексе арăм исе (= илсе) ячĕ. IЬ. Ӳлексе = вилеймен япала (брань).

ӳлĕм

(ӳл'э̆м), впредь, после. Зап. ВНО, Ст. Чек. N. † Пĕр курнă чух, тантăш, кил, калаçар: ӳлĕм тата курасси час пулмĕ. Раз встретились — поговорим, друг, а то после когда еще встретимся! Календ. 1904. Çĕр хакĕ халĕ те пысăк, анчах ӳлĕм çĕр тата хаклă пулĕ. Цена земли и теперь высокая, но впоследствии, возможно, будет еще дороже. Хыпар № 5, 1906. Çын вилсен, унăн чунĕ уйăрлса вĕçсе каять, анчах ӳлĕм пĕр чаплă кун килмелле. Истор. Христос тĕнĕпе пурăнакан сăваплă çынсем аякран мĕн пулнине пĕлме мар, ӳлĕм мĕн пулассине малтан каласа кăтартнă, тенĕ. Регули 1229. Ӳлĕм сана шанмăп. После этого я на тебя не буду полагаться. N. Ĕçе ӳлĕме хăварма юрамаçть-çке те ăна. Хотя, правда, откладывать дело не годится. Ст. Чек. Ӳлĕм калăп-ха. Скажу после. Тогаево. † Юри килтĕмĕр юрлама, ӳлĕм килĕпĕр пуплеме. Мы нарочно пришли для того, чтобы петь, а потом придем поговорить. Етрух. Сĕрене (трещотку) ӳлĕм валли пуçтарса хураççĕ. (Сĕрен). КС. Ӳлĕме валли юлтăр. Пусть останется на будущее время.

ӳлмерен

(ӳл'мэрэн'), в следующий раз, вперед. Сред. Юм. Ӳлмерен — впоследствии. IЬ. Ятлама ӳлмерен хăвăр пырăр (кил хусисĕм: ятлаçупа ан кайăр, тесен, хăнисĕм кăш чȏхне çапла калаççĕ). IЬ. Ӳлмерен пĕр-маях килĕн. Вперед (впредь) часто буду приходить. IЬ. «Ӳлмерен» ― вперед (чтобы этого не было). IЬ. Ӳлмерен валли хатĕрлет. Хранит для будущего.

ӳпĕн

(ӳбэ̆н'), опрокинуться, навалиться, двигаться вперед. Орау. Çуна тӳнсе ӳпĕнсех карĕ. Сани так совсем и опрокинулись. СПВВ. Ӳпĕнес. Сам. 78. Ларать Кулюç тĕмсĕлсе, ― амĕш килессе кĕтет, вăхăчĕпе, шикленсе, чӳречене ӳпĕнет. Альш. Утнă-çемĕн малалла ӳпĕнсе пырать (о чувашской походке). Идет, все больше и больше наклоняясь корпусом вперед. Хăр. Паль.. 32. Терентей пĕр чарăнмасăр, васкаса, малалла ӳпĕнет (утать). Не делая никаких остановок, Терентий шагает все вперед и вперед.

ӳпĕнтер

опрокинуть, положить лицом вниз. Н. Карм. Кашăка ӳпĕнтерсе хур. Положи ложку вверх донышком. БАБ. Хам тавра тимĕр карта çавăртăм та, турăша ӳпĕнтерсе, ун çине лартăм. Ст. Чек. Чей куркине ӳпĕнтерме хушнă пулĕ ĕнтĕ. Должно быть, велено опрокинуть чашку (вверх донышком). Алекс. Вăл шăтăк çине пĕр мăн чул ӳпĕнтернĕ (опрокинут, навален). Сред. Юм. Пĕр чохăн чӳлмек (чугун) шывва пĕтĕмпех ӳпĕнтерсе янă. Пролили чугун с водой, и при этом он опрокинулся.

ӳпке

(ӳпкэ, ӳпк'э), в Пшкрт. ӧпкӓ), pulmo(-nes), легкое(-ие). СПВВ. Х. Ӳпке ― легкие. || Обида, жалоба. Собр. † Атте-аннере ӳпке çук, турри çапла çырнăтăр. Я не жалуюсь, не обижаюсь на родителей. С. Тим. † Аттеçĕм те аннеçĕм, пеххил паманран ӳпкем пур! N. Ӳпки нумай. Много недовольства. Ст. Ганьк. † Атте-аннере ӳпке мар, турă çырни çамкара (атте-анне айăплă мар). IЬ. Манра мар ӳпке ― хăнта. Не я виноват, а ты сам. N. † Ай-хай, тăванĕсем, пĕр чунĕсем! Эпирех килтĕмĕр, хăр пымастăр, манăн çавăн-палан ӳпке пур. Ч. П. Сана нимрен те ӳпкем çук. Я ни в чем не обижаюсь на тебя. Сир. 79. Çылăхлă çынна хăйĕнчен çуралнă ачи-пăчинчен ӳпке тивĕ: ун пирки вĕсем усал ят çĕклеççĕ. Собр. † Ялан тулă акаттăмăр, пуçĕ пулманшĕн ӳпкем пур. Альш. † Çӳллĕ тусем çинче çуртçăм пур, вун-икĕ те вĕлле хуртçăм пур; çуллен çур хушмантан ӳпкем пур. Микушк. † Пĕр юманне касрăм, вĕлле турăм, хурт тытмантан ӳпке пур. || В следующ. отрывке то же слово в искаженном начертании? Байгул. Çула тăрăх çур-пилĕк, тырă пулманшăн ӳкĕм пур. Ай аттеçĕм, аннеçĕм, аякка панăшăн ӳкĕм пур!

ӳпкеле

Пшкрт. ӧпкӓлӓ, обижаться, укорять; роптать. СПВВ. Ӳпкеле: тек ӳпкелет. Сред. Юм. Тек ӳпкелет. Все пеняет. N. Мĕшĕн эсĕ манăн чĕппĕмсене вĕлертĕн? тесе, ӳпкелеме тытăнать. Зачем, ― говорит он, обижаясь, — ты перебил моих цыплят? Янтик. Пĕтĕм ӳпкеле-ӳпкеле (укоряя) йĕрет çав, мана курсан. Темĕншĕн ӳпкелемелле вара, эпĕ ăна ним те туман. Сред. Юм. Ӳпкелесе çӳрет. Хăнана кайсан кайран хуçине: пĕр те пăхмарĕ, тесе калакана: ӳпкелет, теççĕ (обижается).

ӳпле

(ӳпл'э), шалаш. Зап. ВНО. Ӳпле — навес, прикрытие. IЬ. Ӳпле, хушă. (Буин. у.), ӳкле (Ядр. у.), шалаш. Ягудар. Ӳпле ― алăклă, чӳречеллĕ, арпа хума. Над и перед дверью — навес, служащий для того, чтобы убрать с тока хлеб в ненастье. На одном конце или в стороне тока. IЬ. Ӳпле йĕтемĕн пĕр хĕрринче е пĕр пуçĕнче пулать. Хыпар № 5, 1906. Вĕсем шăтăксенче, е ӳплесенче (хушăсенче) пурăннă. Етрух. Ӳплинчен те инçех мар, тет (ар-çури). Завражн. Ут çолакансем ӳпле тăваççĕ çапăсенчен, утă витеççĕ. || Мякинница. СПВВ. Т. Ӳпле арпалăх (мяк.) тени пулать. В том же знач. и в Кич-к., Цив. Чураль-к. Хĕлле тутă, çулла выçă. (Ӳпле). С. Ӳпле — шалаш на гумне для мякины, в поле — для пастуха. СПВВ. ЕВ. Ӳпле ― арпалăх, авăн çапнă чӳх арпа хуракан çурт. Сказки и пред. чув. 15. Кайăк пырать ӳпле пек (величиною с мякинницу). || Большой, не прорвавшийся чирей. СПВВ. ТМ. Ӳпле; пысăк шăтман çăпана ӳпле теççĕ. Ӳпле тесе, ылханнă чухне пит калаççĕ: эх, сана икĕ урăна йĕкĕр ӳпле тухма пар! теççĕ.

ӳпне-питне

лицом вниз, ничком. Чăв. юм. 1919, 14. Пăхать — шăтăк патĕнче пĕр арча ӳпне-питне уçăлса выртать. Шел. 99. Пит нумаях çӳремĕç, ӳпнĕ-питне пулĕçĕ.

ӳркӳç

ленивый? Собр. Ӳркӳс вăкăр пĕр сӳл чĕкĕрнĕ. Ленивый бык продристывается в один раз (срв. тат. бір jулы̆).

ӳс

(ӳс), расти; размножаться, плодиться. См. çитĕн. Хыпар № 22, 1906. Тепĕр çулĕнчех çав вырăнсевче кăмпасем ӳсекен пулать. На другой же год в том месте начинают расти грибы. Сборн. по медицине. Е ӳсе-киле, хăйне упраманнипе, темиçе тĕслĕ хĕн курать. Выростая (ребенок), лишенный ухода, страдает от всяких болезней. Кĕвĕсем. †Чĕрес йăтса ан тухăр пиçнĕ-пиçмен çырлашăн; лаша кӳлсе ан тухăр ӳснĕ-ӳсмен (не подросших) хĕрсемшĕн. Проп. о блудн. сыне. Çав таса шывра вăл тантăшсемпе шыва кĕрсе ӳснĕ. Альш. Такасем ӳсме кусаççĕ (также и сысна çурисем). Бесплодный coitus молодых животных — для роста. (Чуваши думают, что мужчина post primos concubitus растет, а женщина ― сарăлать (растет в ширину). Ст. Айб. † Вăрман ӳсет, ӳсет (растет), пысăк пулать; çулçине хурт çиет, хур пулат; сар хĕр ӳсет, ӳсет пысăк пулать; савнă тусĕ илмест, хур пулать. N. Алăкум вĕçĕнче çаврака кулĕ, çавăрăнса ӳсме (расти) ирĕк çук. Орау. Тарçа пĕр-пĕр ӳснĕрех ача тытасчĕ: шанчăклăрах пултăр. Нанять бы в работники парня более подросшего, чтобы можно было положиться на него. Трень-к. Улма ӳсерехпе, атте килте чухне, эпир аттепе сат пахчинчех çывăраттăмăр.

ӳсĕнтер

множить, прибавить, умножать, делать успешным. КАХ. Ĕçленĕ ĕçе ӳсĕнтерсе пыр. (Моленье киремети Пит-Тури во время тайăн сăра). Сборн. мол. Вĕсен кун-çулĕсене вăрăм туса, яланах сывă усра, пур ырă ĕçĕсене те вĕсенне ӳсĕнтерсе пыр. СТИК. Паян ĕçе пĕр те ӳсĕнтерсе ĕçлеймерĕм. Сегодня у меня работа не клеилась (не спорилась).

ӳсĕрĕл

пьянеть. Трхбл. Икĕ пуслăх ĕçнĕ, çичĕ пуслăх ӳсĕрĕлнĕ. На две копейки выпил, на семь опьянел (т. е. выпил немного, а начал скандалить). Изамб. Т. Туй халăхсем ӳсрĕлменнипе шăппăн лараççĕ. Свадебные гости, не будучи в опьянении, сидят тихо. Юрк. Вăл чĕнсе ĕçтере пĕлмесен те, киле тавăрăнсан, иксĕмĕр питĕ хытă-кăна ĕççе ӳсĕрĕлер... Сред. Юм. Ӳсĕрлсен, хăнклапа таракан та укçан курăнать, тесе ӳсĕрлсен, çын темшĕн те мухтанать, тесе, калассине калаççĕ. Ч.С. Пумелккере пĕр ӳсĕрлмен çын та кураймăн, пурте ӳсрисемпе пӳртре çапкаланса çуреççĕ. || Говорится и об осыпающихся зернах созревших злаков. Торп-к. Какарин та макарин, ыранпа паян килмесен каяп та ӳкетĕп. (Загадка: урпа, ӳсĕрĕлнĕ урпа).

ӳт кӳрекен курăк

назв. раст. с сердцевидными листьями, темно-красного цвета (употреб. от порезов). Ст. Чек. Ӳт кӳрекен курăк кĕпçелĕ. Кайсар. Ӳт курĕкен курăк хирте ӳсет; вăл вăрăм пулать. Унăн çулçи — пĕр енĕ симĕс, яка, тепĕр енĕ кăвакрах çăмламас (пушистый). Ăна, алла кассан, ӳт çине хураççĕ.

Ӳтемĕш

(ӳдэмэ̆ш), личн. имя человека. ЧС. Пирĕн ялта ĕлĕкех пĕр ӳтемĕш ятлă тухатмăшсен пуçлăхĕ пулнă тет. || Назв. татарского селения Утямышево, Б.-Тархан. вол. б. Симбирской. губ. К.-Кушки.

ӳчӳк

(ӳζк), полевое моление с кровав. жертв. См. учук. Ст. Чек. Ака умĕн чӳкленĕ ӳчӳк, икĕ хуран шӳрпе(?), икĕ хуран пăтă пĕçереччĕç, пĕр çул вăкăр, пĕр çул тына пусаччĕç, виçĕ така пусаччĕç, пĕр хур. БАБ. Ӳчӳке каять. || Назв. урочища. N. Ӳчӳк, вăл пĕр пĕчĕкçĕ çĕрем, хамăртан пĕр çухрăмра. Унта ĕлĕк ӳчӳк тунă.

ăя

назв. духа. Сала 231°. Ăя, вăл хулсене чăмласа ярать, тет, çынсенне. Ăя ― он, говорят, прожевывает плечи у людей. Ала 99. Ăя çолĕ çине вите полсан (угодит), утсам начар полаççĕ, тит. Ăя çĕрле утсане утлана-утлана чопать. Пĕр çынăн (= çыннăн) вити ăя çоль çине полнă, тит. Утсам хоп-хора шăва ӳксе тăраççĕ, тит. Ăя пит хытă чопать, тит. Çампа ват çынсам чарсăр хытă чопакан ачасене: ăя путякки пак чопаттăр, тиççĕ.

ăв

перед. СПВВ. Ăв ― ум: ман ăва ― ман ума. М. П. Петр. Ăв ― перед (ман ăвра). Б. Хирлепы. Ăври саппан — хĕр саппань (на груди у меня). Изванк. Пытарса пĕтерсен: ăвăнче пултăр, тесе, пĕр витре эрех илчĕç те, шăтăк (могила) тавра ларса, ĕçрĕç. Похоронив, взяли ведро водки и, рассевшись у могилы, роспили ее, говоря: «Пусть будет перед ним».

ăвăс

(ы̆вы̆с), воск, вощина. Сала 302°. Чулпа перекене ăвăспа пер. В кидающего в тебя камнем бросай воском. (Послов.). Кĕвĕсем. † Ăвăс чĕрес пыл чĕрес таçтан ăвăс çыпçăнать: аскан-аскăн хĕрсене таçтан каччă çыпçăнать. Юрк. Килтен пĕр ывçă ăвăс çуртасем илсе, чиркĕве турра кĕл-тума каят. Взяв из дома горсть восковых свечей, идет в церковь молиться богу. Юрк. † Каччăсем каяççĕ выляма, ăвăсран сарă утне утланса. Торх. Ăвăс — воск.

ăвăçла

брать горстями. См. ывăçла. НАК. Вĕсем, çав пăрçана ăвăçла-ывăçла илсе: пĕр пĕрчĕкрен пин пĕрчĕк пултăр, тесе, çӳлелле сапаççĕ.

ăвĕн

перед, пред; то же, что уммĕн, умĕн. Синер. Пĕр çăмха илчĕç, тет те, çав çăмхана хăйсем ăвĕн кустарса ячĕç, тет. Взяли, говорит, клубок и этот клубок покатили перед собою.

ăлав

(ы̆лав, ŏлав), подвода. Сохрон-й. Шибач. Ăлав (ŏлав), подвода. Чăв. й. пур. 18°. Унта эпир ăна урăх ăлавна та ярăпăр, тенĕ. Сказали (они), что отправят его туда и на другой подводе. Ib. Ăлав кӳл. Запрягай подводу. || Гужевая повинность. Чăв. еп. пур. 18°. Тата пĕр вăхăтра хĕлле Пайтукана ăлав ерки тивнĕ, Чĕмпĕр ăлавĕ; ун чухне ăлав тивнĕ çын пĕр эрнене яхăн кĕтсех тăмалла пулнă. В одно время Пайдугану пришла очередь ехать по гужевой повинности в Симбирск; тогда всякий выполняющий повинность должен был дожидаться (быть на чеку) в течение целой недели. Н. Карм. Ăлава кайрăм. || Воз (орудие перевозки: сани или телега). N. Илсе тухсан, юпана ăлав çине хураççĕ. После того, как вынесут столб, его кладут на воз. || Воз (количество клади, умещающееся на телеге или на санях). Ч.П. Ăлавĕсем йывăр. Воза тяжелые. Юрк. Вăсем патне çав арманах пĕр чăваш, авăртма, тесе, пĕр ăлав ыраш тиесе пырат. К ним, на ту же мельницу, один чувашин привозит молоть воз ржи.

ăмăрт

(ŏмŏрт, ы̆мы̆рт), опередить, перегнать, перещеголять Пшкрт. Ăмăрт (ы̆мы̆рт), опередить. Чув. календ. 1911. Аэропланçăсем, пĕр-пĕринчен ăмăртса, сĕрен чух ут кустарнă пек, вĕççе çӳресе пăхнă. Пилоты попробовали полетать, стараясь перегнать один другого, как на скачках в праздник «сĕрен». Шурăм-п. № 25. Ваçли Кĕркурийĕ ăмăртсах çирĕ, тет. Григорий Васильев, говорят, ел, стараясь перегнать других. Яргуньк. Пĕринчен-пĕри ăмăртса тапăртатса тăраççĕ. (Жеребцы) топочут один пуще другого, как бы стараясь перещеголять друг друга. Зап. ВНО. Ăмăртса тыр выраççĕ, чопаççĕ, ташлаççĕ, йорлаççĕ. Жнут (бегают, пляшут, поют) на перебой, стараясь превзойти один другого. СПВВ. ТМ. Ăмăртмалла — пĕр-пĕринчен иртермелле ĕçленине: ăмăртмалла ĕçлеççĕ, теççĕ. В. Олг. Ăмăртса (ŏмŏртса) çиет (с'иэт). Ест наперегонки. Хорачка. Иккĕн ― пĕри хытă чопат та, вала илет; тепĕри холлен каят та, кая йолат ― ăмăртимест (ŏмŏрδиымэст). Истор. Дмитрий Иванович та ытти княçсем те аслă княçа кĕресшĕн пурте, пĕр-пĕринчен ăмăртса, Ордана кайнă. И Дмитрий Иванович, и другие князья, чтобы получить титул великого князя наперерыв спешили в орду. Янтик. Çаранта икĕ çын ăмăртмалла ут çулаççĕ. На лугах два человека косят сено, стараясь опередить друг друга. Беседы на м. г. Ялсенче, хуласенче çăвăн пек иртсе пыракансене темиçе килтен тухса хăйсем патне ăмăртмалла чĕнеççĕ. В деревнях и в городах таких прохожих приглашают каждый к себе наперерыв, выходя из своих домов. Сир. Ăссăр мухтанчăк çын вăхăта ăмăртса калаçать. Н. Шинкус. Пурте лашисене кӳлеççĕ те, пĕр-пĕринчен ăмăртмалла кустарса таврăнаççĕ. Все запрягают лошадей и, стараясь опередить друг друга, возвращаются домой. Стар. Яха-к. Ывăтсанах (одежду), часрах харпăр хăй тумтиррисене, ăмăртмалла чупса кайса, илеççĕ те, тумтиррисене силлекелесе, тăхăнса, килĕсене каяççĕ. Как только кинут (одежду), все бегут к ней, стараясь опередить друг друга, стряхивают ее, надевают и идут домой. Юрк. Пĕринчен-пĕри, ăмăртмалла ĕçленĕ. Работали, стараясь опередить один другого. Альш. Ăмăртмах. || Шарбаш. Ăмăртать, занимает чужое место.

ăмăртлан

соревновать. Шел. П. 48. Пĕр-пĕринпе тавлашса, ăмăртланса ĕçлеççĕ. Питушк. Ăмăртланса арлаççĕ. Прядут вперегонки. То же выражение у КС.

ăмăрт-кайăкĕ

(ы̆мы̆рт), орел. Юрк. (у КС.― ŏмŏрт-каjы̆к). T. V. Тăватă ăмăрт-кайăкĕ пĕр çăмарта тунă. (Тăватă эвангелистсем).

ăмсанакан

завистливый, завистник. Упа. Çав пуян çынпала çуммăн пĕр ăмсанакан çын пурăннă. Рядом с тем богачем жил завистливый человек.

ăн ил

приобрести понимание. Юрк. Пĕр ăн илсен (= смекнув), аллисем хăнăхсан, ытти кĕввисене те çапма (на барабане) пултара пуçлат.

ăнла

понимать. Хыпар № 12, 1906. Вĕреннĕ çын вăрçăра та çĕнтерет, ĕçе те ăнласа ĕçлет. Образованный человек и на войне побеждает, и работу с разумом выполняет. Ист. церкви. Вăл юрăсенчи сăмахсене авал эврейсем пурнетех ăнлайман. Слова этих песен в древности евреи не все понимали. N. Ăнласа илтĕм, понял. Итлесе тăрсан-тăрсан, ăнласа илтĕм. Послушав, я понял. Орау. Ачасем ăнламаллараххине ачасене вуласа кăтарт. Прочитай детям то, что для них более понятно. Юрк. Леш (зем. нач.), тутарла пĕлменскер, ку мĕн калаçнине пĕр сăмах та ăнламасăр юлат. Тот (зем. нач.) не знавший по-татарски, из того, что он говорил, ничего не понял. Ст. Чек. Ăнласа ил те, чăмласа çи. Пойми и разжуй (раскуси). N. Ăнласа илни. Понимание.

ăн-пуç

разум. Хыпар № 25, 1906. Халăх тин ăна-пуçа кĕчĕ иккен, тетĕн. Ты говоришь, что народ только теперь вошел в разум. Канон. Ыйхăран вăрансан, пĕр ӳркенмесĕрех вырăнунтан тăр та, ăн-ăса-пуçа пухса çакна кала. N. Сана та вĕсенчен ăн-пуç кĕрĕ. И у тебя от них ума прибавится. Обр. чув. пес. Пазух. Ăнпа-пуçпа ялта, ай, çӳресен, ялти ватă пире, ай, ятламĕ-и? Если будем вести себя разумно, то деревенские старики нас не осудят? У. Хăраса, сехĕрленсе кайнă та, ăн-пуçĕ пĕтсе, çĕре кайса ӳкнĕ.

ăнран кай

ăнтан кай, лишиться чувств. N. Эпĕ ун чухне нумайччен ăнран кайса выртнă. Унтан вара, пăртак хама ăн кĕрсен, темĕнскер (= темĕскер) ыратнă пек туйăнчĕ. Я в то время (тогда) долго пролежал без сознаная. Потом, когда я несколько пришел в себя, я почувствовал некоторую боль. Сир. 164. Вăл вырăнĕнчен хускалсан, паттăрсем хăраса каяççĕ, сехĕрленсе, ăнтан каяççĕ. N. Ăнтан кайса выртрĕ, лишился чувств. N. Ăнран кайса выртать. Лишается сознания (in concubitu). N. Ăнран кайиччен ташланă. Плясал до потери сознания. || Изумляться. Font. 1. Леш тетĕшсем ăнтан кайса пăхса тăраççĕ, тет. Те дядья с изумлением смотрят (на происходящее). Альш. Эпир пиçнĕ пăрçа шăтат-и, терĕмĕр те, пиçнĕ çăмартаран чĕпĕ тухат-и, çисе ятăмăр, терĕ, теççĕ. Патша ăнтан каят. Сака 482. Зверĕсем пĕр-пĕринпе ăнтан каяяççĕ, тет. Юрк. Чăваш, эсĕ пур япаласем çинчен те питĕ пĕлсе калаçатăн, эпĕ, итлесе, ăнтан кайса тăтăм. Эпĕ санран тата пĕр япала çинчен ыйтса пĕлес тетĕп. Эсĕ пĕлетĕн пулĕ, тархашшăн, каласа парсам-ччĕ? Чувашин, ты относительно всяких вещей рассуждаешь как знаток; слушая (тебя), я был очень изумлен. Я хотел спросить тебя еще об одной вещи. Ты, вероятно, знаешь об этом, ради бога, расскажи мне. || Потерять голову, выбиться из сил. Ч.С. Эсĕ ху пĕлнипе ту, эпир ăнтан кайнă ĕнтĕ. Делай как знаешь, мы уже голову потеряли. БАБ. Аннесем: тӳрлеттере-тӳрлеттере (меня) те ăнтан каяттăмăр, тет, Мать говорит, что они не знали, что со мною делать и как уж меня лечить. Конст. чăваш. Çук, тупаймарăмăр, шыра-шыра шалтах ăнтан кайрăмăр; эсĕ каласа янă вырăнсене пурне те çӳресе тухрăмăр. Нет, не нашли; с розысками совсем голову потеряли; обошли все те места, которые ты указал (нам). Хыпар № 3, 1906. Çаврăна-çаврăна, ăнран кайрĕ, курăнать. Кружась, должно быть, выбился из сил.

ăнман

неудачный, неудачливый. Сред. Юм. Эй (произн. в нос с почти закрытым ртом) ăнман пăру! (Брань). Изамб. Т. Акă манăн пĕр ăнман Илче ятлă ывăл пур. Вот у меня есть один неудачный сын, по имени Илче. Чăв. й. пур. Вăл Микканăн халĕ икĕ ывăлĕ пур, икĕшĕ те ăнман, хăне хуман, икĕшĕ те чăрсăр, кампа килчĕ, унпа тӳпелешеççĕ. У этого Николая два сына, оба дурные; не по нему пошли; оба придирчивы, с кем попало схватываются. Ст. Чек. Ăнман çын, злой человек (таса мар ăш-чиклĕ çын). IЬ. Ăнман япала = начар япала, плохая вещь. Ист. церк. Франк çыннисем суя тĕне тытса пурăннă, пит вăрçа юратакан çынсем, усал, ăнман çынсем, этеме хĕрхенмен çынсем пулнă. О сохр. здор. 90. Анчах тĕп-сакайĕ аяккисенче усал, ăнман, пăнтăхакан, çĕрекен тăпра ан пултăр. Альш. † Ăнман çынпа çул çине ан тух, ырă улпут пек пуçна çухатăн. С дурным человеком не выходи в дорогу — потеряешь, как добрый барин, голову. N. Ăнман çын, несчастный, глупый. СПВВ. ИФ. Ăнман — пит ăслă мар, кăшăт тăн-тантарах. Ашшĕ çиленсен: эх, ăнман ачупăчу, çавна та тума пултараймас! Е япала çухатсан, тупаймасан, çапла калаççĕ. П.И. Мĕн турăн капла, ăнман, тесе калать, тет, амăшĕ. Что ты сделал, глупый! говорит ему мать. N. Ух та вырт кăмака çине, ăнман, тесе каларĕç тет вара (дураку). N. Ку улпут курать, тет те: эй, ăнман, ăçта кĕнĕ! тесе, хăй кĕпи-йĕмне хывса, кĕрет, тет

ăна

дат.-вин. пад. от вăл. Юрк. Чейне ăна куллен ĕçетпĕр-çке, тет. Ведь мы каждый день пьем чай. Вишн. 73. Ăна тума кирек кам та пултарать. Ăна пĕр шетник (катка) илес пулать те, тĕпнерех айккине пĕр шăтăк шăтарас пулать; çав шăтăка питĕрме пĕр пăкă тăвас пулать. Устроить это может каждый. Для этого нужно взять кадку и ближе ко дну продырявить дыру; чтобы затыкать дыру, нужно сделать деревянную пробку. Ст. Ганьк. Ăна мунчаран тухсан, ирхипе-каçхипе пĕрер чĕркке ĕçтермелле. || Иногда не переводится. Альш. Ватă яланах вăл тери тумланса çӳремес ĕнтĕ ăна, çамрăк тумланать, тумлансан. Старый человек не особенно наряжается, вот молодежь так та наряжаетея. IЬ. Атăл херринереххисем-кăна сатлăрах ялсемтĕр ăна. Лишь (это) селения, расположенные ближе к берегам Волги, должны быть богаты садами. Хыпар № 7, 1906. Пирĕн ăна кашни çул хирĕн виççĕмĕш пайĕ ахалех выртать. (Это) у нас третья часть пахотной земли лежит каждый год напрасно (без пользы). К.-Кушки. Тĕпек. Ăна икĕ вăрман хушшинчи хире калаççĕ (так называют поле, находящееся между двумя лесами). Альш. Кукши тата: эпĕ мар-и ăна? тесе, ларать, тет. Плешивый сидит и говорит: «Не я-ли это (сделал)?» Йӳç. такăнт., 45. Хĕрарăм пуçĕ çавнашкал, ĕнтĕ, вăл: часах çурăлать. Эпĕ ăна нӳхрепре ӳкрĕм (я это в погребе упала).

ăнкай

то же, что ункай. Встречается в выражении: пĕр-ăнкай, все время, постоянно. Юрк. Çĕр çывăраймасăр, çапла пĕр-ăнкай шухăшласан-шухăшласан, хай мулла тин лешсене епле улталамаллине шухăшласа илчĕ.

ăнкарт

(ы̆ҥгарт), наладить. КС. Ăнкарт, наладить. . Ăнкартас—пĕр-пĕр ĕçе малалла ярас. Шăпăра ăнкартас, кĕслене ăнкартас, ăйха; чĕлĕме ăнкартас (курить). Куккăле ăнкартрĕ (ест с аппетитом пирог). Вообще применимо ко всем явлениям, связанным с деятельностью человека.

ăншăрт

(ы̆нжы̆рт), порча, постигающая человека вследствие чьей-либо ссоры. СПВВ. КЕ. Ăншăрт, хаяр çын вăрçсассăн, тепĕрне çантах темĕскер лекет, ăна: ăншăрт ӳкнĕ, теççĕ. То же знач. и в Сред. Юм. Н. Карм. Çынпа вăрççассăн лекет, теççĕ ăна. Çынпа вăрççан, кайран çын чирлесессĕн: çын ăншăрчĕ лекнĕ, теççĕ. Вара вĕтĕ икерчĕсем тăваççĕ те, чирленĕ çыннăн пуçĕ тавра çавăра-çавăра, сăмахсем калаççĕ: çавăн ăншăрчĕ тухтăр, унăн ăншăрчĕ тухтăр, теççĕ. Унтан вара, хире кайса, лартаççĕ. Нюш-к. Çынсем вăрçнине курсан, сурса иртсе кайма хушнă ваттисем; сурса иртсе каймасан, ăншăрт ӳкет, теççĕ. [Ăншăрт ӳксен, чĕрне çине шурă (пятнышки) тухать]. Ст. Ганьк. Килти ăншăрт пусан та, тул ăншăрчĕ, (мир) халăх ăншăрчĕ, пуху ăншăрчĕ, арăм ăншăрчĕ, хĕр ăншăрчĕ, арçын ăншăрчĕ, ача-пăча ăншăрчĕ ― çилпе килсен, çилпе кай; çулпа килсен, çулпа кай; ан тавлаш, ан хирĕç, таврăн. Н. Седяк. Ăншăрт çынсем вăрçнине курса хăранăран пулать, теççĕ. Кăмакана кумкка тăвар пăрахаççĕ: вăл унтан шартлатса сирпĕнсе пĕтет; тĕпренчĕксене пухса, шыв çине ярса ирĕлтерсе, шывĕпе алăк хăлăпсем, сак хăмине çуса ĕçтереççĕ. Макка 235. Унтан тата ăншăрт тăваççĕ, ăншăрта ак мĕншĕн тăваççĕ: кам-та-пусан пĕр-пĕр çын вăрçнă çĕрте тăрсан, çавăнтан кайран е пĕр-пĕр япала ыратсан, е ăш-мĕн е пуç ыратат-и, хуть те мĕн ыратсан та, вара: ăншăрт ӳкнĕ, тесе, ăншăрт тăваççĕ. — Ăншăрта ăна ак çапла тăваççĕ: пĕр начар путеке илеççĕ те, çыран хĕрне кайса, çунтарса яраççĕ; çавнах тата тепĕр тĕрлĕ ак çапла тăваççĕ: çăнăх илсе, вĕçтерсе яраççĕ те, унтан вара: чире вĕçтерсе ятăмăр, теççĕ. Магн. М. 142. Ăншăрт (хаяр). . Ăншăрт ӳкни. Альш. Ăншăртран вĕрес. Заговорить болезнь ăншăрт. Упа 656°. Хĕрĕх те пĕр чул çине хăçан ăншăрт ӳкет, çавăн чухне тин ӳктĕр. М. В. Шевле. Ăншăрт — болезнь. Жертв. кн. Ăншăртъ (sic!) Ашшĕ така (вар. Ăншăрт Ашшĕне така). У ăншăрт есть и мать. IЬ. Аншарт сирен (чит. ăншăрт сирен). || «Ожесточенный.» Полтава 221. Ăншăрт çынпа тĕл-пулсан, пĕрле куç-çуль юхтарать (с ожесточенным слезы льет). || Бранное выражение, что-то в роде русского «чорт». М. Яльч. Чертаг. Ăншăрт пак çиленсе çӳрет. Ходит и злится как ăншăрт. Ст. Чек. Ăншăрт: 1) что-то йӳçĕ; йӳçĕ япала; 2) ăншăрт, тесе, çынна калаççĕ: тискер, хаяр çын пулат, тискерĕн пăхат. Ăншăрт пек пăхат.

ăрасна

(ы̆расна), отдельный, особенный, особый. Альш. Кӳлĕ пулли юхса выртан шыври пулăран хăйне ăрасна пулă пулать вăл. Озерная рыба, в отличие от речной рыбы, принадлежит к особой породе рыб. Ч. П. Икĕ хурăн юнашар, тымарĕсем ăрасна. Две березы рядом, но их корни разные. Хыпар № 34, 1906. Хресчене ĕлĕкренпех ăрасна йышши çын шутласа пурнаççĕ. Крестьянина с давних пор причисляют к особой породе людей. Бугульм. † (Кăвак) кăвакарчинсем пурте пĕр пек, çуначĕ вĕç шурри ăрасна. Голуби все одинаковы, но тот из них, у которого кончики крыльев белые,— выделяется из ряда прочих. || Порознь, особо, отдельно. Ч.П. Эпир ăрасна çуралнă, пĕрле ӳснĕ. Мы родились от разных (матерей), а росли вместе. Хурамал. † Ăраснаях тунă, пĕрле ӳснĕ — мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши? Родили нас порознь, а росли мы вместе; зачем такая судьбина, что приходится расстаться? НТЧ. Тасатса пĕтерсессĕн, кашнин какайне ăрасна çакса пĕçереççĕ. Когда вымоют мясо, мясо каждого варят отдельно. Хыпар № 41, 1906. Нихăшĕ хутне ăрасна кĕрес мар, тесе, министрсене икĕ ушкăнĕнчен те суйланă. Чтобы быть нейтральным, выбрал министров из рядов обеих партий. Конст. чăваш. Мирза Салих: мĕн пачĕ? тесе, ыйтнă пулсан, кăсьяра ăраснах пĕр кивĕ кĕмĕл укçам пурччĕ: акă çакна пачĕ, тесе, калас теттĕм; анчах апла ыйтмарĕ. КС. Эп ăна пĕр курка ăраснах пырса патăм. Я подошел и дал ему один стакан с особенным вниманием, особо. || Особенно, в особенности. Хыпар № 27, 1906. Самара (надо: Самар) кĕпĕрнинчи хресчен çыннисем Хусан çыннисем пек мар, эрехе ăраснах пит юратаççĕ. Крестьяне Самарской губернии не как казанские крестьяне: они отличаются особой любовью к водке. Беседы на м. г. Чиркĕве, турă ятне ăраснах мухтакан çĕре, пымаççĕ те. N. Шыв хĕрринерех ăраснах çаран ӳссе тухнă. Ближе к берегу особенно выросла трава.

ăрулăх

племенной материал. Рук. календ. Прокоп. Вырăссем ĕне кĕтĕвĕ валлі ăрулăха юри ялĕпе е касăпа пĕр лайăх вăкăр илеççĕ. Русские для улучшения породы покупают всей деревней или околотком хорошего быка.

ăрăс

счастье. Конст. чăваш. Тухсанах, пĕр çын(н)а тĕл пултăм, вăл çын манăн ăрăсăма турккăлла калаçма пĕлекен вырăс пулчĕ. Как только я вышел, встретил одного человека; этот человек, к моему счастью, оказался русским, говорящим по-турецки. Хурамал. Ăрăс тытан, назв. божества. Н. Лебеж. † Эпир аттене аннерен ăрăс (ăрăссăр?) чунсем, чирсем тимесĕр ӳксе вилетпĕр.

ăрша

(ы̆ржа), зной и марево во время поспевания ржи. Череп. Пролей-каша. Ăрша вылять — марево. IЬ. Ăрша ― тырă полтараканни. Альш. Çула, тырă вырнă чухне, ăрша пулать. Тырра ăрша пултарать, теççĕ. N. Пĕр кĕтӳçĕ ăршана хăваласа кайнă. Один пастух гнался за маревом. Череп. Ăрша юхат (а не вылят). Марит. || Ржа (Mehlthau, Brand im Getreide). Паас. Пухтел. Мгла, уничтожающая хлеба: бывает тырă пулнă вăхăтра; вĕтелентерет (т. е. сушит; «мăкăрлантарать», т. е. стоит мгла). Тайба. Ăрша тиврĕ (тат. рӓшӓ), туман (мгла) попортила хлеба, задержала их рост, развитие. Трхлб. Тырăсене ăрша ĕнтсе ячĕ. (Тогда бывает плохой налив). IЬ. Паян ăрша. СПВВ. Х. Ăрша(?). Вопрос ― оригинала. || Божество? Т. VI. 7. Ăрша амăшĕ, ăрша хаярĕ.

ăс

(ŏс, ы̆с), ум, разум; ум-разум, рассудок. N. Акă пирĕн хушшăмăрта тĕслĕрен халăх пур, тĕрлĕ ăс пур, тĕрлĕ чĕлхе пур. Вот среди нас есть разный народ, разный ум, разный язык. Собр. Ăс çук та, ĕç пулсассăн ― ĕç çук, теççĕ. (Послов.). Нет ума, поэтому нет и дела. IЬ. Çук ĕнтĕ, урăх эрех пулмас, ăна ăс вĕрентекен пур (его кто-то учит уму-разуму). Альш. Эсĕ ăсран тухнă ахăр, тенĕ. Должно быть, ты сошел с ума. СТИК. Ăс çитеймес çав. Не хватает ума. (Говорят человеку, не сумевшему сделать что-нибудь руками). Изамб. Т. Сана та ăс кĕмерĕ иккен. Авланнă пулсан, пĕр-ик ача ашшĕ пулнă пулăттăн. Не набрался, оказывается, и ты ума. Если бы ты был женат, то ты был бы отцом двух-трех детей. Собр. 343. † Пирĕн пек çамрăк ачасем пурăнакиле ăс илет. Ала 96. Ку ачана кăшт ăс кĕре пуçланă: мĕлле пурăнас ку хĕле? тет. Этот парень начал приходить в ум: как, говорит, провести эту зиму? Орау. Нимĕч вăл ăспа пурнакан çын, ал-хапăлтах мĕн курнă, ун хыççăн каймаçть. Немцы — люди рассудка, и ничем не увлекаются. Кильд. Хайхи вара ăс вĕренте пуçларĕ, тет (начал учить уму-разуму). Б. 13. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламасть. Если постоянно ходить с умом, то деревенские старики не будут бранить. С. Тимоф. † Çĕнĕрен килнĕ çын, тесе, çунан вута ан чикĕр: ман ăс кĕске, чăтас çук. Из-за того, что я новый человек, не толкайте меня в пылающий огонь: у меня ум короток, я не вытерплю. (Слова молодушки). Полтава 11. Ăсран тухнă ват этем. Старый человек, выживший из ума. Кратк. расск. Иосиф тĕрмере, хĕн пурăнăçра, шăп ӳссе çитĕнсе, пысăк çын ăсĕ кĕричченех ларнă. Ч.С. Санăн ăсу ватăлнăçĕмĕн пĕтсе пырать-мĕн, терĕç. Они сказали: «Ты, чем старше, тем глупее». Юрк. Ăсĕ пур чух, еще будучи в здравом уме и твердой памяти. Юрк. Шухăшласан, ăсăм çитми пулчĕ. (От долгой думы) в голове не хватает способности мыслить. Псалт. 30,23. Эпĕ ăсăм кайнă вăхăтра каларăм. IЬ. Лаша пек, ашак пек ан пулăр, вĕсен ăсĕсем çук. N. Нумай вĕренни ăсран ярать сана. Долгое учение сводит тебя с ума (лишает разума). А. П. Прокоп. † Ăсăмăр ухмах. У нас глупый разум. Юрк. Эсир мĕшĕн апла çырса янине, пăртак ăсĕ пулсан, хăех пĕлĕ, теççĕ, кулса. «Если есть у него немного сообразительности, то он сам поймет, почему вы так написали», говорят они, смеясь. Якейк. Воник салтакăн пĕр качакан чохлĕ ăс çок, теççĕ. У двенадцати солдат, говорят, нет ума столько, сколько у одного козла. Юрк. Калаçса ларнă ушкăнта пĕр чăваш пит ăспа калаçса ларнă. Вăл çапла пит ăспа калаçнинчен итлесе лараканнисем, ыттисем, пĕтĕмпе тĕлĕнсе тăнă. Среди беседующего общества один чувашин разговаривал очень умно. Слушатели изумлялись его умным речам. Богдашк. † Икĕ савнă тусăм пур, пĕрин ăсĕ кĕскерех; пĕри кайсан, тепри пур. Есть у меня два милых друга, но у одного из них ум коротковат. Если один уйдет, то останется другой. Псалт. 48,4. Чĕремпе шухăшласа пĕлни ăса вĕрентĕ. Юрк. Ача-пăча ăсĕ. Сред. Юм. Ăсне ĕçет, ум пропивает. IЬ. Ĕçесси ĕçтĕрчĕ хоть те, ăсне ан ĕçтĕрчĕ. Пусть бы пил, но только бы ума не пропивал. N. Ку çынсем йăлтах ăсран кайнă, нимĕн пĕлмеççĕ. Эти люди совсем сошли с ума, ничего не понимают. Урож. год. Çамрăк чух ăс салатман (не расточал попусту), укçа шăва пăрахман. А. П. Прокоп. † Çинçе-кăна пӳлĕ хура куççăм, пурăна-пĕр-киле ăс илет (приобретает). Кĕвĕсем. 79. Паянхи кунтан ăсăм пĕтрĕ (я лишился рассудка) такçан тăвансене курнипе. Чăв. й. пур. 9. Лайăх ăслă, кăмăллă çын. Очень умный, симпатичный человек. || Мысль. Изванк. Çул çинче каялла çавăрăнса пăхсан, тепĕр ăс кĕрет, теççĕ. (Послов.). Ст. Чек. Ăс пăттăранат, мысли перепутались. IЬ. Хуйхă пусан, аптăранипе ăс пăттăранат. IЬ. Ăс пăттраннă вăхăтра пуç анкă-минкĕ пулат, ыратат. IЬ. Ăс пăттăранма ури çине ĕне пусман (еще молод для того, чтобы слишком задумываться). || Направление ума, убеждение. Жит. св. Январь. Арий, пит ăслăскер, шуйттан пулăшнипе пĕтĕм халăха, улпутсене те, патшасене те, архиерейсене те, хăй ăсне ерте пуçланă. Лашман. Ырă кинçĕм (çавă пур) ялан пĕр ăс çинче пурнинччĕ. (Свад. песня). Сред. Юм. † Çичĕ ют килне каймасăр çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужую семью, я не буду жить чужим умом. Чăв.-к. † Çичĕ ют килне çитмесĕр, çичĕ ют ăсне тытас мар. Пока я не вошла в чужой дом, я не намерена поддаваться чужому влиянию. ЧП. Нумай йĕрĕп ĕмĕр тăрăшшĕне ирттерме, ăсшăн тăрăшма пиллесем. Много еще поплачу я в течение своей жизни, благослови меня на приобретение должного направления ума. Хыпар № 16, 1906. Эсир хăвăр, хытă тăрсан, турă панă ăса тытса, кĕнеке вĕренме ан ӳркенĕр. || Совет. Чăв. й. пур. 12. Эпĕ сан патна ăс ыйтма килтĕм, тенĕ. Я к тебе пришел за советом. IЬ. Леш сутма пынă çынсене тунма (отпереться) ăс вĕрентнĕ (научил). Альш. Унтан вара Ванькканăн арăмĕ монастыре ăс шырама кайнă. Н. Шинкус. Кам та кам çав старикрен ăс ыйтса килĕ, çав тăшман тин çак киле çĕнтерĕ. До тех пор, пока не сходит кто-нибудь к тому старику за советом, тот враг не одолеет этого дома. || Мнение. Ходите во свете. Пĕр ăс тытса. БАБ. Выртасчĕ, те çывăрасчĕ ĕнтĕ, пирĕн ăспа. По нашему мнению, следовало бы им лечь да уснуть. || Сознание. Сред. Юм. Ăс пăрахсах ĕçмес ȏ. Он не пьет до беспамятства. Лашмаш. Тусçăм, эпир иккĕн (sic!) эпир уйăрăлсан, асăнăн-ха ăсă пĕтиччен (до того, что сойдешь с ума). Ала 61°. † Кунтан, тăвансем, эпĕ уйрăлсассăн, асăнăр-ха ăсăрсем пĕтиччен. Б. Сунч. † Эпĕ, тăван, кунтан уйăрăлсан, асăнăр-ха ăсăрсам пĕтиччен. || Повадка. Чăв. й. пур. 10. Эй, Яхвар! çак сирĕн ăсра энĕ пĕртте юратмастăп, çул хура, тиенĕ ăлавна йывăртарах, ху çапах лашана хĕнетĕн. Эх, Яхвар! не люблю я этой вашей повадки! Дорога бесснежная, клади положил много, а сам все-таки бьешь лошадь. || Нрав, характер. Ала 8. Унăн ăсĕ те пит аван, лăпкă ăс пулнă. Он был очень хорошего, тихого нрава. Посл. 101,20. Ăсăртан — çулланă (в летах) çынсем пек пулăр. Ала 90. Анчах вăл ачасем иккĕшĕ икĕ ăслă пулнă (различного характера). || Прием, способ. Ала 13°. Халь ĕнтĕ ку ăспала (зная такой прием) аптрамăп-ха, тенĕ. IЬ. 20°. Ăс шыра пуçланă. Начал искать способа. IЬ. 21°. Пире нимĕн те кирлĕ мар, эсĕ пире ăс тупса парăн-ши? Нам ничего не нужно: не укажешь-ли ты нам способа (выхода)?

ăслайла

найти способ. Пĕр вăхăтра унăн ĕçĕ пĕтсех ларнăччĕ, ăслайларĕ-ăслайларех. N. Вăл çынна вырăнтан кăларма нимле ăслай тупаймастпăр (способа). Орау. Епле-те-пулин ăслайлас пулать ĕнтĕ. Надо найти какой-нибудь исход.

ăслав

предлог, повод. N. Онта кĕрме ăслав топап-ха. Найду предлог, чтобы войти туда. Сказки и пред. чув. 38. Пĕрле пурăнма йывăçсем сайра, пĕр канашлă пулма ăславсем çук. Жить вместе — деревья редки, мыслить одинаково — сноровки мало.

ăс

(ŏс, ы̆с), черпать, цедить. Ч.С. Тата пĕр пуçламан чăкăт илсе кĕрсе, сăра ăсса тухса, сĕтел çине лартрĕç. Принесли еще непочатый сырец (чăкăт), нацедили пива и поставили на стол. N. † Атăл варринче шур енчĕк (чит. ĕнчĕ), ăсса илесчĕ ăсли (чит. ăсми) çук. Юрк. Тиркĕ çине ăссан (вир пăттине), чи варрине, кашăкпа пусса лапчăтса, шăтăк тăваççĕ, ăна куç теççĕ. Наложив (пшен. кашу) на блюдо, посередине делают ямку, которую называют куç (глаз). N. Шăвне куркапа ăсса тултăраççĕ. Воду начерпывают ковшом. Юрк. Шыв ăсса кĕр-халĕ. Зачерпни и принеси воды (из колодца). N. Унтан, çапла кĕл-туса пĕтерсен, пăтта сĕтел çине ăсса лартаççĕ. Потом, помолившись так, накладывают кашу на блюдо и ставят ее на стол. Ч.С. Пĕр кашăк пăтă ăсса илет. || Захватывать землю лопатой. Ент(ĕ)рел.

ăсат

(ŏзат, ы̆зат), провожать, проводить. СПВВ. Х. Ăсатас, усатас. К.-Кушки. Мана ăсатма исе каятни? 1) Возьмешь ли меня с собой провожать (кого-нибудь). 2) Возьмешь ли меня в провожатые? Юрк. Вăсене ăсатсан, земск. н. кăсем патне пырать. Проводив их, земский начальник приходит к этим. Ала 69°. † Курки чăпар, пылĕ хăла, мĕшĕн ĕçейместĕр, хăнисем? Сирĕн ĕçĕрсе (чит. ĕçессĕре) камсем пĕлмес? Йăпататăр тутлă чĕлхĕрпе, ăсататăр хăла пылăрпа. Бюрг. † Ăсатассăр пулсассăн, ăсатăр улма пахчи патне çитиччен. Если хотите провожать, то проводите до яблонового сада. Бюрганский. Часрах ăсатса ярăр! Поскорее (вы) проводите их! Сала. 26. Хĕверисем: капла кăна нимĕн те тăвас çук, тесе, кăна пĕр пăлан тирĕ укçа парса ярса, килне ăсатса ярашшăн пулнă. КС. Пирĕн лашасене çавăн ывăлĕ ăсатса янă, тет (указал ворам все ходы, и те украли). Орау. Йĕрне (жгут в игре), шыраканни йĕр патнелле пыра пуçласан, йĕрне урăх çĕрелле ăсатаççĕ (тихонько спроваживают).

ăста

(ŏста, ы̆ста), мастер, знаток (дела, слова и пр.). N. Вăл (она) сăмаха пит(?) ăста пулаканччĕ. Она была мастерица говорить. Чураль-к. Пĕчик майри пичĕке ăсти. (Чăхă). Маленькая русская — мастерица делать бочки. Юрк. Пăтăсене чăвашсем тĕрлĕ кĕрпесенчен пит ăста пĕçереççĕ. Чуваши большие мастера варить кашу из разных круп. Регули 7. Вăл атă ĕçлеме ăста. Он мастер шить сапоги. Изамб. Т. Ул сăмаха-йăмаха пит ăста. Он мастер говорить и рассказывать сказки. Б. 13. Ăста çын ăстах: ĕçе тытнă, тунă, пăрахнă. Мастер так и есть мастер: взялся за дело, и дело сделано. Юрк. Эсĕ, чăвашла пит ăста пĕлекенскер, çав каçитре çырса асапланма ухута тумăн-ши? Ты, хорошо знающий (мастер) по-чувашски, не возьмешь ли на себя труд по работе в этой газете? IЬ. Такмака ăстисемшĕн пĕтес çук такмак пулĕ. Регули 1375. Ăстарах çын кам пор конта? Кто здесь более знающий (мастер)? II. Ăстана тух. Выходи в мастера. Т. М. Матв. Ăста кутĕнчен пăс тухнă, тет. (Ăста тума тытăннă япалине тăвайманнине пĕлтерет. Послов.). || Мастерство. Могонин. Ăста пĕлекен çын. Человек, знающий мастерство. Альш. Ăста, мастерство. . Халĕ тата темĕн-темĕн ăстана вĕренмеллисем туса пĕтереççĕ-ха (учебные мастерские). || В наречном смысле. Юрк. Кĕсле калакан вырăсĕ, кĕслине пит ăстах калайманскер, темĕн тĕрлĕ тăрăшсан та, авантарах калама пултараймас. Русский гусляр, играющий не важно, как ни старается, а лучше играть не может. IЬ. Çырма ăста çырать. Писать (он) мастерски пишет. N. Тутар ялĕсене кайса çӳресе, тутар чĕлхипе калаçма та питĕ ăста вĕреннĕ. Посещая татарские деревни, научился и хорошо говорить по-татарски. БАБ. Ун пек кĕлле ăста ыйткалакан нумайăш юмăç пулаççĕ. Такие нищие, хорошо знающие молитвы, обыкновенно бывают ёмзями. || Заклинатель(-ница). Золотн. 177. Ăста — заклинательница. Макка 207°. Ăста туйне аташтарса ярать, ăста туй халăхне çапăçтарать. Заклинатель расстраивает свадьбу. Он же заставляет участников свадьбы и подраться. КС. Çав ăстана (знахарь) кайса ил, вăл тӳрлетет (вылечит), терĕçĕ (животных от порчи). Чăв. й. пур. 12. Вăл Мертлĕре пĕр ăста çын пур, теннине илтнĕ. Он услыхал, что в Мертлях проживает один умелый отравитель. || Трхбл. Ăста — хорошо, хороший. Сирĕн кам пит ăста вĕренет? У вас кто учится очень хорошо? N. Ваççа пит ăста вĕренет, теççĕ. Говорят, что Василий учится очень хорошо. Ĕлĕк ăстисем малта лараччĕс, тет. Прежде хорошие ученики, говорят, сидели впереди.

ăста каскалакан

умелый плотник. N. Çав путса ларнă вăхăтра, çав çулпах пĕр ăста каскалакан çын иртсе пынă, тет.

ăстаккан

(ы̆стаккан), стакан. См. стаккан, стопка. Чăв.-к. Ай-хай, пĕр аккаçăм, йыснаçăм! тавайăр та мана ăстаккан!

ăстрăк

(ы̆стры̆к), некоторое количество времени. КС. Пĕр ăстрăк ĕçлем-ха, кайса (несколько).

ăстрăм

(ы̆стры̆м), раз. Трхбл. Унта эпир пĕр ăстрăм кайса килтĕмĕр (раз). Ib. Миçе стрăм, сколько раз? («употребляется чаще, чем хут»). N. Уравăш ялĕнчи ликпунт кăçал виç ăстрăм хутла вĕрентсе кăларчĕ. Ораушинский ликпункт нынче пропустил учащихся четыре раза.

ăçта

(ы̆с'та), где, куда. См. çта, ста, шта. СПВВ. Х. Ăçта, ăшта. Юрк. Пӳрте çунтарса ярсан, вара ачам хамăр ăçта пурăнăпăр? Если мы сожжем свою избу, милый мой, где же сами-то будем жить? Юрк. Ăçта каятăн? — Киле тавăрăнатăп. — Ăçта, кайсаттăн? — Ĕçе кайсаттăм. Куда идешь? ― Домой возвращаюсь. Куда ходил? — Ходил на работу. ССБ. Ашшĕсене чĕнтерсе, вĕсем ăçтине ыйтса пĕл-ха, тенĕ. Вызови родителей и узнай от них о том, где они. Изамб. Т. Сана калани ăçта кайса кĕрет-ши? Ты не слушаешь никаких увещаний. || То-то. Юрк. Хăй ялан килтен: ăна илме, кăна илме; çавна илтĕм, кăна илтĕм, тесе, ăçта виçĕ тенкĕ, ăçта пилĕк тенкĕ укçа ыйтса илет. Он постоянно получает («выпрашивает») из дома деньги, то три рубля, то пять рублей, ссылаясь на то, что нужно купить то то, то другое, или что он купил ту или другую вещь. IЬ. Укçа нумай çаклатнисем ăçта çапла хуçасем, е улпутсем çул çине ӳкерсе хăварнине тупнă пулаççĕ, ăçта тата çĕр айĕнчен шăтăк, мĕн алтнă чухне пĕр хуран ылттăнпа кĕмĕл тупнă пулаççĕ. Ст. Яха-к. Çав пӳртен тиекен чирпеле ăçта куç пăсăлат, ăçта çан-çурăм ыратат, теççĕ. См. ĕретлĕ. || Разве только. Ст. Яха-к. Килте ăçта уксак сукăрсем, тата тепĕр кун валли икер-кукăль тума хĕрарăмсем анчах юлаççĕ. Разве только остаются дома калеки (хромые и слепые), да бабы, которые должны печь блины и пироги. || Как. Хĕрлĕ Урал № 10, 1921. Ăçта пирĕн пеккине апла тырă илсе килме? Эпир вĕт пӳртрен те тухаймастпăр! (Руссицизм?).

ăçта каймас

куда ни шло (чувашизм). Альш. Илес, илес; пĕр сурăх ăçта каймас, тет. Надо купить; одна овца — куда не шло!

ăçти-çук

дрянной, какой ни попало, что ни попало. Дим. Ростов. Школăра та шухă вылякан, усал калаçакан, ăçти-çук тĕрлĕ усал ĕçсем тăвакан юлташсемпе паллашман. Сказки и пред. чув. 4. Ку карчăк та ăçти çук тухатмăшчĕ таврара. К-Кушки. Эй, ăçти çук! Эх, дрянь! Букв. I ч. 1904. Тискер кайăка, арăслана, парăнтартăм, халĕ çак ăçти-çук эрешментенех пĕтетĕп-ĕçке. Рук. календ. Прокоп. Вĕт пирĕн чăвашсем пит ирсĕр пурăнаççĕ: пӳртĕнче витери пек, алшăллийĕ ăçти-çӳк, çĕтĕк-çурăк, кивĕ кипке, кивĕ йĕм. Чем люди живы. Укçине пĕр-пĕр ăçти-çукпа ĕçсе пĕтернĕ ĕнтĕ ку, тата хăйне те ертсе килчĕ. Трхбл. Вăл ăçти-çука калаçма пит юратат. Он любит болтать чепуху. Н. Карм. Ăçти-çук, плохой, невзрачный. См. хавал.

ăçтана

стена. Толст. Пĕр пысăк пӳртĕн ăçтанисем уйăрăлса кайнă. Стены одного большого дома расселись.

ăçтăмах

рай. Макка 221. Хывнă чухне ак çак сăмахсене каласа хываççĕ: умăнта пултăр, сĕкĕл ту; пĕр турамĕ пĕр çăк пултăр, умăнта пултăр: ертсе çӳрекеннине те тивтĕр. Ăçтăмахра вырт; эпир асăнăпăр, эс ан асăн пире. Ача-пăчана ан хăрат. . 221. Унта вара ăна хывнипе пĕтĕмпех кăларса тăкаççĕ, ăна хывнă чухне ак çак сăмахсене калах каласа хываççĕ: умăнта пултăр, ăçтăмахра вырт, теççĕ. Охотн. Ăçтăмах, рай.

ăтăр

(ŏдŏр, ы̆ды̆р), водяная крыса? КС. Ăтăр ― небольшой зверь; хорошо плавает в воде и питается водяными насекомыми и рыбой. Шурăм-п. № 27. Ăтăр — животное, похожее на мышь. Зап. ВНО. Ăтăр ― речная выдра. Ст. Чек. Ăтăр ― водяное животное, величиною с крысу. Орау. Пусмалана пулă тытнă чухне пусмалана ăтăр (ŏдŏр) кĕрсен, пусмалана çурса тухса каять. Сред. Юм. Ăтăр — арлан пик — пĕчик хирти кайăк. Якейк. Ăтăр — пĕвере порнакан кошак çури пак хора кайăк; вăл кайăк яланах пĕве шăтарать. А. Турх. Ăтăр — чиркас манирлĕ, пысăккăшĕ, чиркасран яштакарах, чăмăртарах, тăрхалларах, пăтăр-патăр туса чупать, йывăр чупать. Шыва сикнĕ чухне, чул пăрахнă пек, панчă! тăвать. Нюш-к. Ăтă ― в роде мыши, черная, разрывает снасти. . Ăтăр (ŏдŏр) — в роде мыши, живет в воде. Шибач. Ăтăр — кайăк, шура порнать; полă тытма лартсан: ăтăр (шака) касса кайнă, теççĕ. Н. Карм. Ăтăр (ŏдŏр) — шывра, сăрă, ăна тытаççĕ (маленький): арман пĕвисем çурать, сиен тăвать. N. Ăтăр пек сĕтĕрет (говорят о скопидоме?). || Выхухоль (?). Начерт. 178. Ăтăр — выхухоль. || Хорачка. Ăтăр (ŏдŏр) тăпра алтса çӳрет, пĕтиççĕ (пэ̆д'ис'с'э̆). СПВВ. ТА. Ăтăр = арлан. || Личинка? Шурăм-п. № 27. Ăтăр — личинка. Тюрл. Ăтăр (ŏдŏр), большой белый червяк с красной головкой, водится в гнилушках. || Тяжелый человек. Тюрл. Йывăр çынна ăтăр теççĕ. || Фамилия. К.-Кушки. Ăтăр Ваççи, по-русски — Василий Удюркин. Букв. I ч. 1904. Пĕр вăхăтра Ăтăр Яхварĕ çуркунне, урам хушши хуралсан, армана кайма тухнă. || Маленький человек. Моргауши. || Крот. Б. Олг., В. Олг. Ăтăр, ори каялла; она кайора теччĕ тата. Так ли? СПВВ. ТА. Ăтăр — çĕр чавала пыракан кайăк.

ăх

межд. Янш.-Норв. Эпир пĕр ыйхă çавăрнă пулĕ çав, манăн хăлхана; ăх, ăх! тенĕ сасă кĕрех кайрĕ. N. Пуп: ăх! тесе те сывлайман — вилсе те кайнă (его удавила старуха). Сам. 59. Вăл сысна пек, хĕсĕк куçлă:ăх!.. текелет, ăçта пынă.

ăш

(ŏш, ы̆ш), нутро, желудок. Якейк. Эп паян ăша яман, эсĕр ик хут çирăр. Я сегодня ничего не ел, а вы уже два раза поели. N. Ăш ыратакан. Побаливает живот. Скотолеч. 26. Ăшран ыратнă чухне епле имлесси çинчен. О том, как лечить во время боли внутри. N. Ăш ыратсан ĕçмеллĕх юлтăр. Пусть останется для приема во время боли живота. Цив. Ăш ыратать = хырăм ыратать. Живот болит. Календ. 1907. Ăш çине вĕри шыв çинче йĕпетнĕ тутăр хурса тăмалла. На живот нужно положить намоченный в горячей воде платок (при поносе). Пазух. Çӳл ту çинчи шур мулкачă курăк çисе вылать-çке; пирĕн пек çамрăк ачасем те ăшне тытса йĕрет-çке. Находящийся на высокой горе белый заяц ест траву и играет; такая, как мы, молодежь плачет, схватившись рукой за живот. Шорк. Ĕнер ĕççе ăш ыратаканах полнă (до того, что даже заболела грудь). || Внутренности (человека, животного). Сред. Юм. Пит шăнсан, ăша сиввĕ витрĕ, теççĕ. Сильно замерзнув, говорят: холод заморозил внутренности. Собр. 335°. Çын ăшне тавăрса пăхма кĕрĕк çанни мар, теççĕ. Внутренность человека нельзя вывернуть, она не рукав шубы. (Послов.) Шурăм-п. № 26. Питĕ сивĕ çил вĕрет, пĕтĕм ăша шăнтать. Дует очень сильный ветер, студит всю внутренность. Ст. Шаймурз. Иван арăмĕ пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх икĕ ача çуратат, пĕрне ăшне тытса юлат. Жена Ивана родит двух детей, у которых одна щека ― солнце, другая — месяц; одного оставляет (задерживает) в животе. Чăв. й. пур. 32. Çын ăшне кĕрсе витĕр тухас пек калаçнă. Своей речью он как бы проникал в самое сердце. Хыпар № 1, 1906. Мĕншĕн тесен ĕлĕкхи манахсем ăш хăпарса тухиччен ĕçлесе пурăнакансем... Так как прежние монахи, работавшие до упаду... || Экскременты. Хурамал. Чирлĕ лашанăн ăшĕ тухмасть. У больной лошади не выходит кал. || Начинка. Изамб. Т. Пелĕш ăшĕ, начинка пирожка. || Мякоть (арбуза, дыни, тыквы). Хыпар № 3. 1906. Ман умра, сĕтел çинче, пĕр арпус выртать, пысăк, илемлĕ: ăшĕ те хăйĕн хĕп-хĕрлĕ пулĕ. Передо мной, на столе, лежит арбуз, большой и красивый; вероятно, и мякоть у него красная-раскрасная. || Внутренность. Изамб. Т. Пăртак тăрсан, сасартăк чиркӳ ăшĕ тата ытларах çуталса кайрĕ. Немного погодя, вдруг внутренность церкви осветилась еще ярче. N. Ăш (шал енĕ), внутренность. || Подкладка. Ч.П. Канихвер камсулăн ăшĕ хура. У камзола из «канихвер'а» подкладка черная. Альш. Çĕлĕк ăшĕ; ăшă ăшлă çĕлĕк; карттус ăшĕ. Подкладка шапки; шапка с теплой подкладкой; подкладка фуражки. Ядр. Вăрман ăшпе(=ăшĕпе) вăтăр çухрăм каймалла. Нужно идти (ехать) тридцать верст лесом (внутренностью леса). Пизип. Вот вăлсем вăрман ăшĕпе пыраççĕ. Вот они идут (едут) лесом. || Употребляется в значении послелога. Регули 1109. Сăнăх-шне ӳкерчĕ. Уронил в муку. Торп-к. Çак мăкăра ăста ярас? тесе, итет, тет. Çын калать, тет: лашасам ăшне яр, тесе каларĕ, тет. Куда пустить этого быка? Человек отвечает: «Пусти в табун лошадей (к лошадям)». Ст. Шаймурз. Карап ăшĕнчен тухса, выйдя из корабля. Ал. цв. 2. Вăл чул кĕлет чул ту ăшĕнче. Этот каменный амбар — в каменной скале. В Якейк. гов.: катка-шне шу толтарнă, сĕт ĕшне тăвар янă (а не çине). Там же: корка-шне, чĕрес-ĕшне, хот-ăшне. Регули 1110. Вутă-шне хор. Çав вута хор. Клади в сено. Клади то сено. . 1112. Утсам вите шăнче (витере тăраççĕ). Лошади в конюшне (стоят в конюшне). . 1113. Хоран-шăнче (хоранра) вĕрет. В котле кипит. . 1114. Çак тоттăр-шне чăрка. Заверни в этот платок. . 1028. Виç контан вăрмана кайса. Виç кон иртсен, тăват кон-шăнче вăрмана кайса. Через три дня в лес отправился. По прошествии трех дней, на четвертый, отправился в лес. Ау. 219. † Пур, пур тăван ăшăнче, савнă тăван çавăччĕ. Среди всех родных он был самым милым моему сердцу. Богдашк. † Пурçăн чаршав ăшĕнче, мамăк минтер пулинччĕ. За шелковым занавесом была бы пуховая подушка. Альш. Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Летних месяцев семь; в течение семи месяцев будет семьдесят разных дней. || Ум, мысль, память; сердце. О заступл. Вăл сăмаха санăн виличченех хăвăн ăшăнта тытса çӳрес пулать, пĕр çынна та калас пулмасть. Это слово тебе нужно всю жизнь хранить в сердце (втайне), никому не надо говорить. Шурăм-п. № 3. Ятласа пăрахмасан, юрĕ те-ха, тесе, шухăшлать хăй ăшĕнче. Хорошо, если не обругает, думает (он) про себя. Ч.С. Эпĕ вăл каланă сăмахсене ăшра тытса çӳре пуçларăм. Все, что он говорил, я стал держать в уме. Ягудары. Вăл ман ăшăмра та çок. У меня и на уме-то этого не было. Панклеи. Йăвана кӳме ăша кĕре пуçларĕ. Иван стал вспоминать о повозке. Кĕвĕсем 81. Кĕмĕл çĕрĕ, ылттăн куç, пур-и ара аллăнта? Иксĕмĕр калаçнă сăмахсем пур-и ара ăшăнта? Есть ли у тебя на руке серебряный перстень с золотым щитком? Сохранилось ли у тебя на сердце все, что мы говорили с тобой? Арман-к. Чеб. у. Эп сана окçа памаллаччĕ. — Манса кайнă, вăл ман ăшăмра та çок. Я должен был тебе деньги. — Я совсем забыл об этом, и в памяти у меня нет (совсем запамятовал). || Придача. Абаш. Кона ăшне яр. Это дай на придачу. Йӳç. такăнт. 70. Ĕçкине ăшнех калаçнă ăна! Выпивка была сговорена сверх всего. Орау. Сана аллă хăяр анчах памалла та, аллă пĕр пулч; юрĕ, пĕри ăшне кайтăр (пусть пойдет не в счет). || Цив. Кукша ăшăнчен вилес пек кулса тăрат, тет, у. Плешивый едва удерживается, чтобы не расхохотаться во все горло. || Орау. Ăшне каяш сасси! Кунĕпе улать! Чтобы ему лишиться голоса!― целый день воет.

ăш выртни

удовлетворенность аппетита. Тош-к. † Çăка вотти хотакан: хăпартлу пиççĕр, тиять-ши? Çисан, ăшĕ выртать-ши? (думает ли он, что испекся ситный, удовлетворит ли им аппетит?). Ала 95°. Çавă пĕр кун типĕ тытнă чух та, кунĕпе пĕр-май çăкăр çисе çӳресессĕн те, çапах та: ăш пĕре те выртмаçть, тетпĕр. || Успокоение. N. Манăн çав çерçишĕн (из-за этого воробья) пĕр-икĕ кунччен ăш выртмарĕ (не мог успокоиться, меня мучила тоска).

ăш-пил

(пил'), доброе расположение, благожелание. Сред. Юм. Çын çине пĕр те ăш-пилпе пăхмас.

ăшшăр

больной внутренн. болезнью. Могонин. Пĕр çын ăшшăр пулнă; çиясси килмен, ĕçесси килмен, так тасамар пурăннă. Один человек заболел животом. Ему не хотелось есть, не хотелось пить, он был болен. N. Ăшшăр пол, стать одышливым. || Нахально, бесцеремонно жадный. Пимурз. Ну, ăшшăр та!

ăшала

(ы̆жала), жарить. Юрк. Ăшала пуçларăм. Стал поджаривать. Сред. Юм. Ăшала, поджарить. Упа 859. Ăшаланă сысна-çури, сĕтлĕ тĕпретсе тунă салма. Жареный поросенок, молочная лапша. НАК. Вĕсене йăвасем, ăшаланă пăрсасем параççĕ. Им дают «йăва» и поджаренный горох. || Бить. Турх. Нуммайччен лашине ăшаланă, вара лаши пуçне усса янă. Долго он бил лошадь, и наконец лошадь повесила голову. Ст. Чек. Ăшаларăм — жарил, бил (прутом или крапивой). || Есть, «шамать». Орау. Пĕр кӳренке кулач илтĕм те, лайăх ăшаларăм. Купил фунт калача и здорово поел («пошамал»).

ăшалантар

жарить, поджаривать. СЧУШ. Эпĕ хăйă тивертсе илтĕм те, тытăнтам хам тăшмансене ăшалантарма. Я зажег лучину и начал поджаривать своих врагов (тараканов). || Бить, лупцовать. Ч. С. Хайхи касак пĕр çын патне пычĕ те, эй, саламачĕпе ăшалантарать те çав, тепле çынни тӳссе тăрать! Пришел этот казак (стражник) к одному человеку, и давай его жарить нагайкой! Как только он терпел! Юрк. Хуçи те, лаши çапла час-час чарăннине кура-тăра, тытăнать аллинчи чĕн чăпăрккипе ăшалантарма. И хозяин, увидев, что лошадь постоянно останавливается, начинает ее жарить (бить) ременным кнутом, бывшим в его руках. || Торопить. См. хыпалантар. К.-Кушки. Ута каяс кун пычĕ, тет, ку çур-çĕртех Сатай Тиххăнĕ патне. Ак ăшалантарат: часрах каяр, тесе!

ăшă

тепло. Т. VI. 7. Ăшă ăмăшĕ, ăшă хаярĕ... Мать тепла, зло тепла (божества). N. Ăшă тăрать, стоит теплая погода. Н. Седяк. † Ял вĕçĕнчен шыв юхать — сивĕ те пулсан, ĕçмеççĕ; ял варринчен шыв юхать — ăшă та пулсан, ĕçеççĕ. У конца деревни течет вода но, хотя, она студеная, ее не пьют; по середине деревни течет вода но, хотя, она теплая, ее пьют. Бгтр. Ăшăпа сивĕ тавлашнă кун (Христоса хирĕç тухса илнĕ кун) ăшă пулсан, малалла ăшă пулать, теççĕ. Если в день, когда борются холод с теплом (в сретенье), будет тепло, то и потом будет тепло. N. Тата хăш вăхăтра, çав хĕвел ăшшинче çывăрнă чух, ăна кашкăр та тытат, тет. Иногда, когда он лежит на солнцепеке его и волк ловит. Шурăм-п. Вăл та ăшăпа аптранă. И он замучился от жары. КС. Ăша ăшă çаппĕр (согрелся). Нюш-к. Ăшша курса, юпăнч ил (тумтир тавраш, пӳркенмелли илме хушать). Глядя на тепло, бери покрывало. (Послов.). N. Нурăс уйăхĕ теççĕ, кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран. Месяц нурăс называют так потому, что в этом м-це время идет к теплу, и становится сыро. Альших. † Кайрăм Пăла тăршшине, кĕтĕм вăрман ăшшине. Пошел на Булу (речка), зашел в тепло леса. Янбулат. † Порçăн тотăр поç ăшши, çак ен хĕрсем чон ăшши. Шелковый платок согревает голову, девушки этого края ласкают (согревают) душу. Сред. Юм. Ăшша хĕрĕнсе тохнă. Вышел, рассчитывая на тепло. Ib. Ăшша тохрăмăр. Мы вышли на тепло. т. е. дожили до тепла. Т. М. Матв. Ăшша çĕлен иленнĕ, теççĕ. К теплу привадилась змея. (Послов.). N. Спаççипă турра, ăшша тухрăмăр (дожили до тепла). || Жара. N. Чĕкĕнтĕре самай чечеке ларнă вăхăтра ăшă тиврĕ. Свеклу взяло жаром как раз в то время, когда она расцветала (так говорит хозяин). N. Эпĕ мĕнле ăшша та сивĕтетĕп, пĕр çухрăмран пĕçерекен ăшша та сивĕтетĕп. Я могу какое угодно тепло остудить; за целую версту я могу остудить самую горячую жару. Макка 202. Вĕсене сӳнтермесен, тыррапулла ăшă тивет, теççĕ. Если не потушить (огонь), то, говорят, хлеба возьмет жаром. Сала 305. Çинçере хуралт тăррине хăпарсан, тырра ăшă тивет, теççĕ. Если во время праздника «çинçе» влезешь на постройку, то, говорят, хлеба возьмет жаром. В. Олг. Ăшă (ŏжŏ) тисерчĕ(=тиврĕ). Жаром хватило (о хлебе). Регули 1059. Выльăх ăшăран ништа кайса кĕме пĕлмест. Скотина не знает, куда деться от жары. || Сила, внутренний жар. N. Пĕтнĕ ĕнтĕ (одряхлел), ăшши çук. Нет силы (у старика). || Лупцовка, verberatio. Завражн. Пĕрре, тытса, ăшă пачĕç. Пĕрре ăшă парам-ха! Раз поймали и задали лупцовку. Задам-ка раз лупцовку. || Теплый. Якейк. † Çак коккăрта çил ăшă; çил ăшă мар, хĕр ăшă: чон йоратнă хĕр ăшă. В этом углу теплый ветер; ветер не теплый, а девица теплая: сердечно любимая девица теплая. К.-Кушки. Турăран савăнăç ыйтатпăр, ăшă çумăрне пар, тесе. Просим у бога радости, чтобы он дал (нам) теплого дождя. N. Çуркунне хĕвел çӳлелле хăпарать те, кунсем кунсайранах ăшă та ăшă пулса пыраççĕ. Весной солнце поднимается высоко, и с каждым днем становится все теплее и теплее. О сохр. здор. Ăшă тумтир. Теплая одежда. N. Ăшăрах, тепловатый. Н. Карм. † Çак тăванусем патне салам ярсан, кăнтăрлахи ăшă çилпе яр. Если будешь посылать привет этим родным, то посылай его с теплым полуденным ветром. Орау. Ăшă çăккăра ватă çынăн та шăлĕ витет. Теплый хлеб и у старого человека зуб берет = теплый (свежеиспеченный) хлеб и старику по зубам. Ib. Паян ăшă тăман лаплаттарать анчах. Сегодня идет хлопьями сильный снег. Юрк. Эпĕ унта ăшă çĕрте-кăна çĕлесе ларăтăм; хуралла-мĕне шăнса çӳремĕтĕм. Я бы там сидел в теплом месте и не ходил бы в холод сторожить. || Шибач. Ăшă апат. Горячая пища. || Приветливый, сердечный, теплый, ласковый. Хурамал. † Чĕлхĕрсемех çемçе, питĕр ăшă, калаçассăм кисе(= килсе) тăрать-çке. Беседа ваша мягкая, лицо приветливое, так и хочется говорить (с вами). N. Аллăран курка памасан, ăшă (scr. ăшĕ) сăмахĕ пулинччĕ. Если и не даст из рук чашку, то пусть (у нее) было бы приветливое слово. Такмак. Авалхи йăлапа тухрăм туя. Ăшă питпе (ласково), тутлă чĕлхепе пире хапăл тăватра? По старинному обычаю вышел я на свадьбу. Примите ли вы нас с приветливостью на лице, с сладким словом? Якейк. Ăшă çын нумай та, но Якку амăш пек ăшă çын орăх топас çок (противоположное — сивĕ çын). Ласковых людей много, но ласковее матери Якова не найти. Янш.-Норв. Унпала нихăçан та ятлаçмаççĕ, ялан унпала ăшă сăмахне анчах калаçаççĕ. С ним никогда не ссорятся, всегда говорят с ним ласково. Юрк. Виç хутчен пит ăшă-кăна чуп туса илчĕ. Три раза поцеловала меня так мило. Альш. Ăшă сăмах, приветливое слово. N. Ăшă сăмахсем те кăлаççа илеççĕ. И поговорят приветливо. Якейк. Ырă кăмăллă, ăшă çын, добрый, ласковый человек. || Приятный. Бюрг. Ăшă ыйхăран çынсем вăранччăр. Пусть люди проснутся от сладкого сна. Юрк. Сыв пулса тăр халĕ. Ăшă хыпар кĕтсе юлакан тусă Ив. Юркин. Пока будь здоров. В ожидании доброй вести твой друг Ив. Юркин. Собр. 210. † Иртет ĕмĕр, иртетех ăшă ăйхăра курнă тĕлĕк пек. Проходит век, как приятный сон. N. † Пиртен ăшă хыпар çитсессĕн, çумăнти мăшăрна илех пыр. Получив от нас приятную весть, возьми свою жену и приезжай. || N. Ăшă пăрçа çитер. Угощать свинцовым горохом (ружейным огнем).

ăшăлантар

то же, что ăшалантар. Чебокс. Çавăнтан вара мана вĕлтренпе ăшăлантарни хăпара-хăпара тухрĕ те, эпĕ пĕр эрнене яхăн лараймасăр пурăнтăм. После того, как меня побили крапивой, у меня выскочили волдыри, и я целую неделю не могла садиться.

ăшăн

греться. Юрк. Сивĕре-мĕнте çӳресе, шăнса таврăнсан, пӳрте кĕрсе, кăмака çине улăхса ларсан, савăнса: эх! тет, эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса-кăна ларăттăм! тет. Если он войдет в избу после того, как походит на холоде и озябнет, и залезет и сядет на печку, то говорит: «Эх! если бы я был царем, то всё сидел бы на печке и грелся!» N. Кунсем ăшăнса килнипе юрсем ирĕлме пуçлаççĕ. Благодаря тому, что дни становятся теплее, начинает (кругом) таять снег. Орау. Чӳрече куçĕсем ăшăна пуçларĕç те (при пожаре), пĕтĕмпе сехре хăпрĕ. Оконные стекла начали нагреваться, и я очень испугалась. Регули 364. Ăшăнмалла чопăпăр. Побежим, чтобы согреться. Ib. 330. Хăвар онта, онтах ăшăнакан. Оставь там, там же согреется. Т. Григорьева. Пӳртрен тĕтĕм тухмасăр пӳрт ăшăнмас, теççĕ. Пока из трубы не пойдет дым, изба не согреется. (Послов.). N. Ăшăнса, савăнса. || Гореть. Альш. Пĕр самантра 18 килĕ ăшăнчĕ. В миг сгорело 18 дворов. Орау. Ăшăнчĕç, сгорели, погорели. Ib. Пăхăр-ха мал енелле — пĕр ял ăшăнать (горит). Смотрите на восток — деревня горит.

ăшкальккă

(ы̆шкал’ккы̆), с очень кратким ы̆), шкалик. Яжутк. Пĕр ăшкальккă эреке ĕçрĕ. Выпил один шкалик водки.

ăшне

(ы̆шн’э), росчисть, поляна в лесу. Лашман. † Хура вăрман касрăм, ăшне турăм, варрĕне юлчĕ пĕр юман. Вырубил я лиственный лес и сделал поляну, в середине ее остался один дуб. N. †. Ăшне-ăшне-кăна сĕм вăрман. К.-Кушки. Ăшне меньше, чем уçланкă. || Ăшне, назв. киремети. Б. Яныш.

ăшшĕн

(ŏшшӧ̌н'), по внутренности (послелог). Регули. 1111. Вăрман ăшшĕн тохрăм. Прошел лесом. Шорк. Кил-карти ăшшĕн, анкарти ăшшĕн тохса тарчĕ. Убежал через овраг, через гумно. Яжутк. Çак ача та, тыр ăшшĕн чупса, старик умне тухрĕ, тет. Этот мальчик забежал по ниве вперед и вышел навстречу старику. Панклеи. Вăрман ăшшĕн пĕр арçури: ох-ох-хо! тутарса пырать , тет. Лесом идет арçури (= арçурри) и гогочет.

ĕлĕк

(э̆л’э̆к, э̆л’э̆к’), раньше, прежде, в предыдущий раз. Толст. I―II, 29. Ĕлĕк эпир Хусан кĕпĕрнинче пĕр ялта пурăнаттăмăр. Ib. 82. Ĕлĕк пĕр кĕтӳçĕ пурăннă. Пазух. Ĕлĕк чух, сарă чух, ют кирлĕ мар, тăван, эс пур чух. N. Вăсем вăл вăрттăн тырă сутнине ашшĕнчен ĕлĕкех сиснĕ иккен. О том, что он тайно продает хлеб, они заметили еще раньше отца. Хыпар № 7, 1906. Хай манăн хаçетĕм эпĕ Мускава пыраччен пилĕк-ултă çул ĕлĕк тухнă. Оказывается та моя газета вышла лет на пять или на шесть раньше, чем я приехал в Москву. N. Ĕçлесе тавăрăнсан, ĕлĕк сапнă кăмрăкне тасатса, унăн вырăнне татах сапас пулать. По возвращении с работы надо очистить от прежнего угля и посыпать новым. Ала 29°. Çакăнта тоя килес тесе, виç кун ĕлĕк тапранса, аран килсе çитрĕмĕр. Чтобы приехать сюда на свадьбу, мы три дня тому назад тронулись и едва добрались. Ib. † Ах, кинçĕм, Анна пур, сана илес тиесе, виç çул ĕлĕк (?) кĕтетпĕр, N. Пумилкке тăваччен малтан, ик-виç кун ĕлĕк, сăра тăваççĕ. Дня за два или за три до поминок варят пиво. Чăв. й. пур. 19. Пĕр çйрĕм çул ĕлĕк Кушкăра пĕр питĕ паттăр, чăрсăр çын пулнă. Лет двадцать тому назад, в Кошках был очень сильный человек.

ĕлĕк-авал

в стародавнее время. Хурамал. Ĕлĕк-авал чух, мăкшă кăвакал чух, пĕр салтак 25 çул хĕсмет тунă, тет. В стародавнее время, когда мордва были утками, один солдат 25 лет прослужил на службе. Ала 80. Ĕлĕк-авал тахçанах, халĕ пулмасть нумаях, пурăннă, тет, пĕр карчăкпа старик.

ĕлĕксенче

в прежнее время, в прежние годы. Сборн. по мед. 60. Ĕлĕксенче вăл чирпе пĕр килти ачасем те мар, пĕтĕм ялти ачасем, пĕри юлмиччен, вилсе пĕтнĕ. В старину от этой болезни вымирали дети не только из одного дома, но и со всей деревни, до одного. Альш. Ĕлĕксенче Кавăрле Ваççи те куштансем хушшинче пулнă çав ĕнтĕ вăл. В прежнее время и Василий Гаврилов находился в числе коштанов.

ĕлĕкхи çул

в предыдущем году. Аттик. Тутарсем урасана кашни çул пĕр вăхăтра тытмаççĕ, вĕсем ĕлĕкхи çул тытнă урасаран вăн-икĕ кун е маларах е каярах тытаççĕ. Татары соблюдают пост не каждый год в одно и то же время. Они соблюдают его на 12 дней раньше или позже, чем в предыдущем году.

ĕлĕкши кун

накануне. Изамб. Т. Ĕлĕкши кун, накануне. Сред. Юм. Õнччин ĕлĕкши кȏн-çиç (за день до этого) кайса килнĕ-чĕ-ха эпĕ ăсĕм патне, ȏн чохне пĕр сас-хора та çок-чĕ. || Вчера. Изамб. Т. Ĕлекши кун, вчера.

ĕлке

выкройка, фасон Н. И. Полорус. Ĕлкене пăхса çĕленĕ (по выкройке). Ib. Ĕлкине тумалла. Нужно сделать выкройку. Шел. 53. Темĕн-те-пĕр ĕлкисем каласа та пĕтес çук. Не пересказать о всех тех фасонах, какие имеются. || Стюх. Ĕлке ― форма, фигура. Ĕлкине турăм. Ĕлкине ӳкерчĕ (про фотографию). N. Ĕлке ― образец.

ĕлкер

(ӧ̌л’г’эр, э̆л’гэр), плеяды, Утиное гнездо (созвездие). СПВВ. Х. Ĕлкер = Ала-çăлтăр. Никит. Ĕлкерпе (çичĕ çăлтăр пĕр çĕрте купаланса тăраççĕ) уйăх катаран иртсессĕн сĕлĕ вăрăм пулат; çывăхран иртсессĕн сĕлĕ кĕске пулат. Вăл мартра иртет. Çав мартра Ĕлкер миçе каçра уйăхран иртет, çавăн чул ернерен юр кайса пĕтет. Если созвездие Плеяд и луна пройдут далеко одно от другого, то, говорят, будет высокий овес; если близко, то низкий. Это бывает в марте. Тогда же, через сколько ночей созвездие обгонит луну, через столько недель сойдет снег. Чертаг. Ĕлкер (ӧ̌л’г’эр) ― звезды. Якейк. Ĕлкер, иначе Ала-çăлтăр (7 звезд). Н. Седяк. «Ĕлкер ― Кайăк-Çулĕ» (т. е. Моисеева Дорога, Млечный Путь!). Чув. прим. о пог. Ĕлкер (Ала-çăлтăр), Плеяды. Ib. Ĕлкер (Ала-çăлтăр) Нурăс уйăхĕнче [март светили (!) çуралсан] уйăхăн çӳлĕ енчен иртсен, çур типĕ килет (юр час каймасть, çăмăр пулмасть), çав çул çăвĕпех уяр пулать etc. Б. Олг. Ĕлкер (ӧ̌л’г’эр) ― одна звезда. Микушк. † Уйăхпа Ĕлкер çĕр çутти. Ib. Ĕлкер = Ала-çăлтăр («Утиное Гнездо»). Икково. Ĕлкер-çăлтăр (-дŏр), Плеяды.

ĕлкĕ

(э̆л’гэ̆), образец, модель. И. С. Степ. «Ĕлкĕ, образец, модель». М. П. Петр. Ĕлкĕ ― выкройка. Хурамал. Тумтире ĕлкĕпе касаççĕ. Одежду кроят по выкройке. Ib. Пĕр-пĕр япаланăн ĕлкине илес. || Вид, форма. Ст. Чек. Атă ĕлки-кăна. Только слава, что сапоги (о плохих сапогах). Ib. Ку аттăн ĕлки-кăна. Только по виду сапоги, а на деле никуда не годятся. || СПВВ. АС. Ĕлкĕрен ӳкнĕ вăл = халтан кайнă.

ĕлккенлентер

понуд. ф. от гл. ĕлккенлен. Баран. 212. Чудов Монастырийĕн пĕр чиркĕвĕнче, ĕлккенлентерсе пĕтернĕ хаклă кĕмĕл тупăкра.

ĕмĕлке

(ӧ̌мӧ̌л'г'э, Пшкрт. э̆мэ̆лђӓ), тень. См. ĕмĕл. СПВВ. Ĕмĕлке = мĕлке. ЖМЕ. Кĕл-туса чарăнсассăн, Зосима çын ĕмĕлки çине тинкерсе пăхнă та, чăнах та вăл çын иккенне тин палланă. Помолившись, Зосима присмотрелся к человеческой тени, и понял, что это был человек. Собр. Сиввĕ пӳртĕн ĕмĕлки çук. (Нӳхреп). Абыз. Ĕмĕлкинчен хăранă, тит (= мĕлкинчен хăранă). Испугался своей тени. || Отражение. Орбаш. Ĕмĕлке, отражение. . Унта (в колодце) вĕсем тупăк пак ĕмĕлке курнă. Они увидали в колодце отражение гроба. || Неясный образ. Чаду-к. Хĕвел тухнă чух, вăл таçта пĕр ĕмĕлке курнă. Иван йывăç çинчен аннă та, çав ĕмĕлке патне кая пуçланă. Вăл ун патне çитсен, пĕр пăхăр пӳрт ларнă. При восходе солнца он увидал где-то тень. Иван слез с дерева и направился к тени. Когда он добрался до нее, то оказалось, что это был медный дом. Чăв. юм. 1924 (Пред.). Уйăх çинчи ĕмĕлке хĕр ĕмĕлки мар, тусенĕн ĕмĕлки.

ĕмĕр

(ӧ̌мӧ̌р, э̆мэ̆р), век. М. П. Петр. Этеме пурăннă-çемĕн ăс кĕрет те, анчах ĕмĕрĕ кĕскелет. Чем больше человек живет, тем больше набирается ума, только жизнь его сокращается. N. Ӳпренĕн ĕмĕрĕ ик эрне. Век мошки — две недели. Сред. Юм. Ĕмĕр сакки сарлака, ȏнăн вĕççи кȏрăнмас (тесе), ĕмĕр вăрăм, малла (= малалла) мĕн пôлассине пĕлместĕн, тессине калаççĕ. N. † Епир вылянă-кулнисем каят ĕмĕр тăршшăне. К.-Кушки. † Эпир вылянни-кулнисем пырĕç ĕмĕр тăршшине. Память о наших играх и весельи сохранится на всю жизнь. Хыпар № 19, 1906. Халĕ сасартăках ĕмĕрти чи пысăк ĕçсене тума тытăнмалла пулчĕ. Теперь неожиданно пришлось взяться за самые важные в жизни дела. Пшкрт. Эп хам порăннă ĕмĕрте шатак (шадак) корсатăп (корзады̆п). Я на своем веку всего навидался. N. Ĕмĕрне чăваш чĕлхипех асапланса ирттерчĕ. Весь свой век провел над чувашским языком. Якейк. Ĕмĕрне контах иртерч. Весь свой век прожил здесь. . Ĕмĕрех асапланатпăр. Всю жизнь мучаемся. . Ĕмĕрех конта порнать. Весь свой век проживает здесь. N. † Ĕмĕр иртсе каятĕ, тĕкĕ персе те чарас çук, тăм сĕрсе те чарас çук. Юрк. Калăн, хăйсем темиçе ĕмĕр пурăнмалла, тесе. Скажешь (подумаешь), что они проживут несколько веков. N. † Йăш-шыв çинче тĕтре чох, кайăк вĕçни палăрмаç; яш ĕмринче порннă чох, вĕрем иртни сисĕнмест. Когда на речке... туман, то не видишь, как летит птица; когда проводишь молодость, то не замечаешь, как летит время. Пазух. Çăварни çуни хура çуна, тытрăм-кӳлтĕм хура лаша; сикрĕç-ларчĕç хура хĕрсем, ĕмĕр иртнĕн туйăнчĕ. Букв. Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ. Лавка жизни широка. (Послов.). Сир. 40. Ăссăрпа йĕркесĕршĕн пурнан ĕмĕрех йĕр. Ходар. Вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть. (Вирĕм). К этому человеку собирается («остается») всякое зло, и он поэтому во всю свою жизнь не видит добра (благополучия). Ч.П. Ĕмĕр иртни, течение (прохождение) жизни. Ст. Чек. Ĕмĕре ирттерни — тикĕс ирттерни пулат. Сред. Юм. Ĕмĕр иккĕ килес çок. Жизнь не повторится («почему же не удовольствоваться?»). Рак. † Пирĕн тăвансем: ах! тиеççĕ, епле ĕмĕр ĕмĕрлес! тиеççĕ. Изамб. Т. Шел çамрăк çынна; ĕмĕрĕ пĕтнĕ пулĕ çав. Жаль молодого человека; должно быть, жизни его пришел конец. Менча Ч. (и в др. гов.). Ĕмри — его жизнь. Орау. Ĕмĕрне çавна шыраса ирттерчĕ Шăршĕвӳ те. Шыржи («твой Шыржи», n. viri) такой смерти и искал всю жизнь (собаке собачья смерть). Ч.П. Ĕмĕрĕм вĕçне çитетĕп. Доживаю век. Кратк. расск. 26. Ăна ĕмĕрĕнче пĕр çын та: Иов капла усал, Иов çапла усал, тесе, çăвар уççа, калакан пулман. Орау. Мĕн пур ĕмерне Хусанта ирттерчĕ. Весь свой век прожил в Казани. . Мĕн пур ĕмĕрне кĕнеке çинче ирттерчĕ. Весь свой век провел над книгами. . Ху ĕмĕрĕнте эсĕ ăна кураяс çук. На своем веку ты не увидишь его. Регули 711. Ман ĕмĕрех (ĕмĕре) çитĕ ку япала. На мой век хватит этой вещи. Изамб. Т. Пĕрре тытсан, ул ĕмĕре пырат. Раз загородить, и на век хватит. Якейк. † Ах, кортăм, хĕр кортăм, сĕт каткинчен тохнăскер, катан-пирпе тытнăскер, ĕмĕр çитнĕн туйăнчĕ (жизнь показалась радостной). Альш. Вĕсем вара ĕмĕрнех суккăр пулса ирттернĕ. Они всю свою жизнь были слепыми. Ядр. † Шăпăр, шăпăр çӳмăр çăвать; хĕвел пăхать, типĕтет, пирĕн ĕмĕр çанашкал. Шумит дождик и намачивает; взглянет солнышко и высушит; такова жизнь наша. Посл. 191,17. Ку ĕмĕрĕн пуянĕсене ӳкĕтле. О сохр. здор. Ватăлса виличченех ĕмĕрĕнче те пĕр чир-чĕр те курмаççĕ. До самой смерти в преклонных летах не знают никаких болезней. Ау. 102. Ватăлас ĕмĕрте вĕсем пĕр ывăл ача тупнă. На старости лет у них родился («нашли») мальчик. Альш. † Пĕр ĕмĕр те кунта, пĕр ĕмĕр лере: саклата та хунă мул пекех. (Застольн. песня). Псалт. 16,14. Вĕсене çак ĕмĕрĕсенчех çĕр çинчи суйласа илнĕ сахаллисенчен уйăр. . Санăн патшалăху пур ĕмĕрсенче те тăракан патшалăх. К.-Кушки. Ĕмĕрте катăк пуртă та кирлĕ пулнă, тет. В жизни, говорят, может пригодиться и обломанный топор. (Послов.). || Век, saeculum. Канон. Эсĕ этеме калама çук савнă тăрăх юлашки ĕмĕрсенче ĕмĕр хĕр Маріяран ӳтленнĕ. || Вечно. Ягутли. Кирек камăн та пурнан кунсенче ĕмĕр асăнмалла вăхăтсем пулаççĕ. У каждого бывают в жизни незабываемые минуты. М. Васильев. Ай-ай, аван! Ĕмĕрех ко тапакка шăршлăттăм. Ах, как хорошо! Весь свой век нюхал бы этот табак. Сборн. по мед. Юмăç тени ĕмĕр çук пулать. Знахари вечно бывают бедны. Орау. Ĕмĕр каймастăп. Во веки не поеду. Чăв. й. пур. Кайран акнă тырă ĕмĕрех начар пулат. Поздний посев всегда бывает плох. Ст. Чек. Атсем (= ачасем), хăнана кайсан, ĕмĕр çапла пулат вăл! Ребята, когда пойдешь в гости, всегда так бывает! || Долгое время. СТИК. Мĕн ĕмĕр хытланса тăратăн эсĕ унта! Сколько времени ты там возишься! Коракыш. Ку кайăка чĕрĕллех тытас тесе, Иван тем ĕмĕр çӳренĕ. Желая поймать эту птицу живьем, Иван проходил очень долго.

ĕмĕр-ĕмĕрне

во веки вечные. Ист. церк. Пĕрне-пĕри çав тĕрлĕ хĕрхенсе пурăнасси суя тĕнлĕ çынсем хушшинче ĕмĕр-ĕмĕрне те пулман. СТИК. Леш тĕнчери пурăнăç вара ĕмĕр-ĕмĕрнех çапла пулĕ. Кратк. расск. 5. Ĕмĕр-ĕмĕрне çын куçĕнчен пăхса, тарçăра тăмалла пулĕç. Во веки вечные придется им смотреть другим в глаза, быть батраками. Хыпар № 15, 1906. Пурте çав хăй вырăнĕнче хăй çулĕпе ĕмĕр-ĕмĕрне пĕр чарăнмасăр çӳрет пулĕ, тенĕ.

ĕмĕрле

вековать. N. † Çичĕ те ютсем калаçма, хамăр тăвансем ĕмĕр ĕмĕрлеме. Чужие — побеседовать, а свои родные — век вековать. Хурамал. Çын каланă: манăн кун чухлĕ ĕмĕрлесе пĕр ывăл та çуралман, эпĕ хуйхăрманне кам хуйхăртăр? Человек сказал: «В течение всей моей жизни у меня не родилось ни одного сына; кому же печалиться, как не мне?» Хыпар № 15, 1906. Кашнийĕ вĕсем хăй вăхăтĕнче пĕрре çавăрăнса ĕмĕрлемелле; пĕр сехете те, пĕр минута та ни кая пулмаççĕ, ни маларах çавăрăнмаççĕ.

ĕмĕрлĕх

(ӧ̌мӧ̌рл'ӧ̌х, э̆мэ̆рл'э̆х), достаточный на веки вечные, до конца жизни, до гроба. Сред. Юм. Олмăççи пахчи ĕмĕрлĕх япала (на веки хватает). Н. Карм. † Улт уралă капан айĕнчен ĕмĕрлĕх пĕр çĕрĕ эп тупрăм. Ĕмĕрлĕх çĕрĕ, пĕр ĕнчĕ куç, пур пӳрнесене те юрин-ччĕ! Под копной, стоящей на шести подставках, нашел я одно вечное колечко. Вечное колечко с жемчужным глазком, — ах, если бы оно хорошо приходилось на все пальцы! Икково. Пиçмен çăккăр виç конлăх, осал арăм ĕмĕрлĕх. (Послов.) Е. Турă тĕнчене çав тĕрлĕ юратрĕ, вăл хăйĕн пĕртен-пĕр ывăлне ĕненекенсем пĕри те ан пĕччĕр, ĕмĕрлĕх пурăнăçа курмалла пулччăр, тесе, ăна вилĕме пачĕ. Чăв. й. пур. Унта çур витре эрехлĕх мар, теминçе çын ĕмĕрĕлĕх мул пур, тенĕ. Там хватит богатства не только на полведра водки, но и на несколько веков. || Вечность. Сунч. † Уйăрăлмăпăр, тăван, сивĕнмĕпĕр, ĕмĕрлĕхе пĕрле пурнăпăр. Сборн. мол. Ĕнтĕ ĕмĕрлĕхе вĕлерсе ан пăрах пире. Ст. Айб. Эсĕ ĕмĕрлĕхе çывăрнă-ччĕ те, эпир сана чĕртсе тăратрăмăр. Ты заснул было на веки (умер), но мы решили тебя воскресить. Ч.П. Ĕмĕрлĕхе пĕрле пурăнашшăн. Чтобы век прожить вместе. Псалт. 148,6. Вĕсене вăл ĕмĕрлĕхе, ĕмĕртен ĕмĕрлĕхе туса хунă. IЬ. 118,142. Санăн тĕрĕслĕхӳ ĕмĕрлĕхшĕн тĕрĕслĕх. Сир. 33. Этем ĕмĕрне ĕмĕрлĕхпе танлаштарсассăн, тинĕсре пĕр тумлам шыв пек.

ĕмĕрсĕр

недолговечный. Собр. Ĕмĕрсĕр çăлтăр пĕр пӳрте анчах çутатса тăрат. (Ламппă).

ĕмĕтлентер

обнадежить. Кратк. расск. Турă Авраама: санăн йăху хăйăр пек йышлă пулĕ, тесе, ĕмĕтлентерсессĕн, тата пĕр вунă çула яхăн иртнĕ.

ĕмĕт тат

отчаиваться. Н. Карм. † Пирĕн атте-аннене салам калăр, пĕр курмасса ĕмĕт ан таччăр. Кланяйтесь нашим родителям, пусть не отчаиваются в том, что увидимся. Сир. 53. Хăйсем тăрăшса ĕçленинчен усă курас çĕртен ĕмĕтне татнă вĕсенне (лишил их трудов их).

ĕмпӳлле

игра в царьки. Якейк. Ачасам пĕр çĕре похăнса (вăтăрăн та вылляма йорать) икĕ ĕмпӳ уйăраççĕ; ĕмпĕве питĕ хытă чопакан ачасене анчах уйăраççĕ. Онтан вырăн виçеççĕ. Çирĕм-вăтăр отăм тӳрем çĕре виçеççĕ; варрине туя çапса лартаççĕ. Ăна кăран теççĕ. Икĕ пуçне тонтирсам прахаççĕ. Пĕтĕм выллякан ачасене икĕ пая (тăпă-тан) уйăраççĕ те, пĕр пайне пĕр ĕмпӳ, тепĕр пайне тепĕр ĕмпӳйĕ илет. Çав вылляма илнĕ вырăнăн ик пуçне икĕ патша хăйĕн çыннисампа тăрать. Пĕр патши тепĕр ĕмпӳн салтакне ячĕпе кăçкăрать. Леш, кăçкăрсанах, кăçкăрнă патша енелле чопать; çав ĕмпӳ таракан салтака тытма хăтланать; салтак, кăрантан тепĕр енелле тарса ӳксен, хăтăлать. Тытăннă салтак кăçкăрнă ĕмпӳйĕн полать. Каþан тепĕр патши пасăр кăçкăрнă ĕмпӳ салтакне кăçкăрать. Çапла пĕр-пĕр ĕмпӳн пĕр салтак йолмичченех вылляççĕ. Ĕмпӳве, пĕр салтаксăр тăрса йолсан, строй кăлараççĕ (прогоняют сквозь строй — наказание)

ĕне ырри

(ыρρиы), коровье молозиво. || Обряд, соверш. по случаю новотела. НТЧ. Ĕне пăруласан, ĕне ырри тăваççĕ, ăна пур выльăх чӳкĕнчен те асла хураççĕ. Из молитвы при «ĕне ырри»: «Эй турă, эсĕ çакă çĕнĕрен çуралнă выльăха-чĕрлĕхе ырлăхне-сывлăхне пар, питĕ аллине пар, пĕрререн пин пуçа çиттĕр, çуралнин питĕ аллине пар, çуралманнине çуратса пар etc... Каç пулсан вара (после этого моленья), çав пăрупа ĕне ячĕпех виç пĕрер пуслăх укçа илет те, кай еннелле кайрисене пама тухса каять. Кайри, тесе, вĕсем тĕне кĕмесĕр вилнĕ çынсене калаççĕ. Пус хапхинчен тухать те, чăркуçленсе ларса чӳклет. Хурамал. Ĕне пăруласассăнах, малтан сунă сĕчĕ çине икерчĕ хураççĕ, (ставят) ăна вара малтан пĕçернĕ икерчине утăпалан пăрушне çитереççĕ; икерчине пара кайран, кӳршисене чĕнсе, çупа пуççа çиеççĕ. Кайран вара, çисе тăрансан, чĕннĕ хăнисене: ĕне сĕтлĕ пултăр тесе шывпа сапаççĕ. Альш. Ĕне ырри. Ĕне пăруласан чăн малтан сĕт çинĕ чух тăваççĕ: чӳклеççĕ, сĕт çиеççĕ, пĕрне-пĕри сĕтпе сапаççĕ: ирĕккĕн тыткаламалла пултăр, теççĕ. Сред. Юм. Ĕне пăруласан, пĕр-ик эрнерен икерчĕсем пĕçерсе асăнса çинине: ĕне ырри турăмăр, теççĕ. См. Магн. М. 95.

ĕне карти

хлев для коров. Собр. 193°. Чăн первей вăл (она), хăй юратман яла кайсă, пĕр уй хĕрĕнчи çынăн ĕне картине кĕрсе, хуçи пыраччен ларат, теççĕ.

ĕнер

(э̆н'эр), вчера. Хорачка. Ĕнер (э̆н'ӓр), вчера. Якейк. Ĕнер-вĕçĕм-консенче вăл онта-ччĕ. На этих днях («вчера-третьего дня») он был там. СТИК. Ĕнерсенче эпĕр пĕр те пушă тăман. На этих («вчерашних») днях нам было совершенно некогда (недосуг).

ĕнĕрле

(э̆н'э̆рл'э), стонать, ныть. СШ. 154. Ан ĕнĕрлесе лар. Не ной. || Стонать. КС. Ĕнĕрлесе çыврать. Спит и стонет. Скотолеч. 29. Шăхчи пăсăлсан, вăкăр тăнă чухне ыратнипе мĕкĕрет (ĕнĕрлет). Ст. Чек. Йывăр пулĕ ĕнтĕ хăне, авă епле ĕнĕрлесе выртат (стонет). || Хныкать. Ст. Чек. Ан ĕнĕрле ĕнтĕ. Не хнычь. || Канючить. Сред. Юм. Мĕн ĕнĕрлесе тăран эс тăта ôнта? Что еще ты там канючишь? . Паян конĕпех ĕнĕрлесе çӳрет-хе; пĕр пырсан, котĕнчен тапса сиктереп те-ха кôна!.. Сегодня целый день канючит; вот рассержусь и дам ему пинка под задницу! . Мĕн ĕнĕрлесе çӳрен эс пĕр-май аму (= аннӳ) хыçĕнчен? аму мĕн тутăр ô сан пуç ыратнине (пĕчик ачасĕне калаççĕ). Что ты бегаешь, хныкая, за матерью? чем поможет мать твоей головной боли? (говорят ребятам). IЬ. Тем ĕнĕрлет паян, кăлт ĕçе те ко таранччин ĕçлет! Почему-то сегодня он канючит — делает ничтожную работу до сих пор!

ĕнкерт

наладить. Сёт-к. Пĕр ĕнкертсен, ĕç каять вара. Как наладишь, дело пойдет. СПВВ. АС. «Ĕнкертрĕ — дело пошло в ход». (Точен ли перевод?) || Смекать, понимать, догадываться. Шарбаш.

Ĕнлет

(э̆н'л'эт'), назв. реки Илети, притока Волги. Нюш-к. Ĕнлет шывĕ Шур-Атăла(?) тухать. Шур Атăл тăрăх ухсан-ухсан, чи вĕçĕнче шурлăх пур. Çав шурлăх варинче тына-пуççи (кочка) пур. Тына-пуççи çинче кайăк патши пурăнать. Кайăк патши пĕрре шăхăрсан, пĕтĕм кайăк пухăнать. Вара кайăк вăрçи пуçланать. Çав вăрçăра çăмăр çунă пик кайăк вилсе ӳкет. Тепре шăхăрсан, вăрçă чарăнать. Кайăксем вара, кăçтан килнĕ, çанта каяççĕ. Кайăк патши çĕн уйăхра çĕнелет, кив уйăхра кивелет. Çав шурлăх айккинче хумăшлăх. Хумăшлăх çумăнче карчăк пурăнать. Çил-тăвăл тухсан, хумăш кашлама пуçлать. Хумăш кашланине илтелесе, карчăк юрăсем, кĕвĕсем юрлать, хăен юррисене пирĕн енеле ярать. IЬ. Ĕнлет шывĕ тăрăх кайсан-кайсан-кайсан, темĕн чул кайсан та нимĕн те çук, пĕр таса уйпа шыв анчах. Тата кайсан, пĕччен хурăн ларать. Патша вăрçă пуçлаччен, çав хурăн патĕнче кайăк вăрçи пулать. Кайăк вăрçнă вăхтăрта (= вăхăтра) унта çын пырса тăрас пулсан, нипле те чăтса тăрас çук, çавăнтах кайăк сассипе вилсе каймалла. У (= вăл) вырăна çын пыраймасть. Пĕччен хурăн патĕнче Хултер (Хул'д'эр) патша турăпа чаршав витĕр йăмахлать, тет.

ĕнселе

(-л'э), дать по затылку, побить по затылку, надавать подзатыльников; выгнать в шею; побить. Демидов. Ăна кантăртан ĕнселесе кăларса янă. Из волостного правления его выгнали в шею. Цив. Ĕнселе, бить по затылку. КС. Ăна паян халăх çинче лайăх ĕнселерĕç. Сегодня его здорово побили на сходе. Орау. Ачана пĕр иккĕ ĕнселерĕм те, лашине пăрахах тарчĕ. Çапла тыр çине яраççи (= яраççĕ-и) лашана, мур? Я дал мальчишке раза два по затылку, и он удрал — и лошадь бросил. Разве, чорт возьми, так пускают лошадь в хлеб?

ĕнтяк

(ĕнтĕ+ак?), слово, выражающее отказ сделать то, что велят. СПВВ. ФИ. Пĕр-пĕр ĕç тума хушсан: тумастăп, тиес вырăнне: ĕнтяк, теççĕ.

ĕнчĕ-пĕнчĕ

неизв. выражение в загадке; первая часть ― то же, что предыд. сл. Рак., Альш. Ĕнчĕ-пĕнчĕ, кĕленче çинче пĕр пĕрчĕ. (Куç). См. энчĕ-менчĕ.

ĕренке

вид (перс.). См. йĕренки. СПВВ. Ĕренке. N. Ман старик (муж) те ĕлĕк вăл тавраша пит хавас-чĕ (был охоч) те, шеремет! Халĕ мĕн! — ĕренки те юлман ĕнтĕ! (одни лепесточки остались). Хурамал. Чирлĕ çынна калаççĕ: ĕренки те çук (тĕсĕ пĕтнĕ, начарланнă). СТИК. Пĕр сăмси-кăна тăрса юлнă, çын ĕренки те çук (так говорят о больном, если он сильно похудеет). IЬ. Пăхсан, кăмăл çаврăнат, пĕр ренки (sic!) те çук. До безобразности некрасив, так что становится противно.

ĕрет

(э̆рэт, э̆рэт'), ряд; порядок; строй; лад. N. Икĕ ĕрĕтĕн тăчĕç. Встали в два ряда. Ч.С. Тата алăк патне çуртасем ĕречĕпе лартса тултарчĕç (при похоронах). Ходар. Пӳрте кĕрсессĕн, пурте ĕречĕпе сак çине ларса тухаççĕ. Пурте пĕр ĕрет виçшер курка ĕçсен, кĕслеç кĕсле калама тапратать. Войдя в избу, все садятся на нары в ряд. Когда все они один за другим выпьют по три ковша за раз, гусляр начинает играть на гуслях. Юрк. † Хрантсуски тутăр кĕçĕнтерех, унăн хĕрри виç ĕрет (с каемкой в три полоски). || Ряд (порядок) домов. Юрк. Çурчĕ çав ĕретрех, виç-тăват кил урлă-кăна. Его изба в том же порядке, всего через 3―4 двора. || Очередь, черед. Альш. Ĕнтĕ вăталăххине ĕрет, тет, сыхлама кайма. Хыпар № 31―2, 1906. Нумайлăха мар, çапах та тӳс! Санăн та ĕрет çитĕ. Не надолго, потерпи! И твоя очередь придет! Ст. Чек. Ĕрет тивĕрĕ (sic!), дошла очередь. Ст. Ганьк. † Ĕççе пар та яра пар, юлашкине ĕрете яр. Юрк. † И, ĕççе пар; тăван, ай, яра пар, юлашкисем юлсан, ĕретрен яр. IЬ. Ун чухне пире ĕрет çитмес, тесе, хăварчĕçĕ. В то время нас оставили, ссылаясь на то, что (до нас) не дойдет очередь. Макка 169°. † Ыр ут килет ыткăнса, ыр çын килет асăнса: тулли курка тыттарăр. Тулли курка ― тав сире, ытармалла мар сире. Ĕçе пар та, яра пар, юлашкине ĕрете яр. Мчится хорошая лошадь, (на ней) едет добрый человек, нарочно (с целью навестить нас). Наливайте ему полный ковш. Приветствую вас полным ковшом, вы очень милы моему сердцу. Выпей, и больше ничего, а что останется, передай гостям по порядку. || Поочередное взаимное угощение, устраиваемое чувашами во время праздников. Гости, посещающие дом в силу этого обычая. Изамб. Т. Эпĕ çывăрса тăнă çĕре пыстете (= пысăк тете) ывăлĕ ĕрете чĕнме килнĕ. Атте: ĕрет хамăр патăртан пуçлăпăр, тетӳсене чĕнсе кил ĕрете, терĕ. Эпир хамăр ĕрет пуçласшăн-ччĕ, терĕ пирĕн атте. Ул çапах пирĕн атте-аннене хăйсем патне ĕрете илсе карĕ. IЬ. Анчах хамăр патăра ĕрет пынине куртăм та, часрах киле чупрăм. IЬ. Раштавра хамăр пата ĕрет пырсан (когда к нам пришли гости, обходившие из дома в дом), пăртак сăра ĕçтеркелерĕç. Çавăнтан тата çĕнĕрен чирлерĕ. IЬ. Ĕрет килсе кĕрсен, эпĕ пуринпе те Христус-вускрес турăм. Вил. йăл. Вăл кун вара каçчен мун-кун йĕркипе ĕрет туса ĕçкĕ-çикĕ тăваççĕ. N. Çапла çĕрĕпе, ăратнере ĕрет тухачченех, хывса ĕççе-çисе çӳреççĕ. Богдашк. Т. Пĕр каçхине псаломщикĕ рекрутсемпе ĕрет туса ĕçсе çӳренĕ те, кун патне те каймалла пулнă. || Соблюдение порядка (в обряде). Сиктер. Çапла ĕретне туса çитерсен, ĕçсе çиме тытăнаççĕ.

ĕретлĕ

порядочный, как следует. N. Ĕретлĕ — порядочный (пӳлĕм). || В качестве наречия. Ч.С. Эпĕ, саккăра çитсен, уччилнике кайрăм. Анчах ман вăл малтанхи çул ĕретлех иртерсе пулмарĕ: ăçта хам чирлеттĕм, ăçта çемьесем чирлесен каяймастăм. Когда мне усполнилось восемь лет, я пошел в училище; но в первый год мне не пришлось как следует учиться: то сам хворал, то кто-нибудь в семье, ― и приходилось оставаться дома. Хыпар № 43, 1906. Çак турă маннă тĕнчене 25 çултанпа закон улăштарас, патшалăх йĕркине урăхла тăвас, тесе, тăрăшакан çынсене, сутсăр, ĕретлĕ айăпне пĕлмесĕр, хăвала-хăвала е иле-иле кайрĕç. Всех тех, кто, за (эти) 25 лет, стремился к перемене закона, к улучшению государственного строя, без суда и следствия, не разбираясь как следует в виновности, прогоняли или уводили в этот забытый богом мир. N. Халь мĕн чечекĕ, ĕретлĕ сарăлса ларакан чечек çук, ― пурте ĕнсе кайнă. Какие теперь цветы, ни одного порядочного цветка нет, все выгорели. Юрк. Çӳçĕсем унăн пăртакçĕ кăвакарайнă, ĕретлĕрех шуралса та çитеймен. У него волосы лишь слегка поседели, но далеко не побелели. N. Мана паян ĕретлĕ те çитермерĕ, тата пĕр тумлам шыв та памарĕ. Меня сегодня и не накормил как следует, и ни одной капли воды не дал. Юрк. Эпĕ сана авă пĕр кун вутă турттаракансенчен ыйтса пĕлме хушрăм, эсĕ ăна та ĕретлĕрех ыйтса пĕлеймерĕн. Намедни я велел тебе распросить тех, кто возил дрова, но ты и этого не мог как следует сделать.

ĕрет сиктер

пропустить (очередь). || Обнести гостя чаркой (миновать, обойти при угощении). Ст. Чек. Эрек ĕçтернĕ чух хăнара хуçи ытлаван ĕретпе ĕçтерсе пынă чух пĕр хăнине мăшкăлласа эрех памасăр хăварать, эрек памасăр хăварни: мана ĕрет сиктерсе хăварчĕ, тет. В гостях, когда поят гостей вином, хозяин, угощая их по очереди, в насмешку пропускает одного из гостей, не подав ему рюмки. Пострадавший в этом случае говорит: мана ĕрет сиктерсе хăварчĕ, т. е. пропустил мою очередь, обнёс меня.

ĕристан

(э̆ристан), арестант. Бес. чув. 11. Пĕр хулара ĕристана çакса велернĕ. В одном городе повесили арестанта.

ĕрĕшкен

(ӧ̌рӧ̌шкэн), бушевать. Хорачка. Пасăр (= паçăр) пĕр ошкăн çил ĕрĕшкенсе карĕ. Давеча побушевал ветер. См. хатăр.

ĕрче

(Тюрл. ӧ̌рџэ̆, и др. эрζ), размножаться, плодиться; развестись, разрастаться. Упа. Пĕрре пĕр пӳртре пит нумай шăшисем ĕрченĕ. Однажды в одном доме расплодилось очень много мышей. Сред. Юм. Ĕрчет, плодится. N. Кăпшанкă епе çĕрте ĕрчет. Мокрицы размножаются в сыром месте.

ĕç

(э̆с'), дело, работа, занятие. Регули 1202. Ĕç пырать халь. Ĕç тăрать. Дело пока идет. Работа стоит. Изамб. Т. Утă ĕçĕ чилая пырат. Работы по сенокосу надолго хватит. Хыпар № 33, 1906. Кирлĕ ĕç туман, ĕç туни ятне анчах туса пурăннă. Нужного дела не делал, только делал вид, что работает. Чăв. й. пур. 35°. Вăл ялан: епле пуяшши? (= пуяс-ши) тесе, шухăшласа çӳренĕ, хăй ĕçе пит харсăрах пулман. Он постоянно ходил с мыслью о том, как бы разбогатеть, а к работе был не особенно старателен. IЬ. Япала парса та, укçа парса та, ĕç патĕнче те нумай пулăшнă. Много помогали: и вещами, и деньгами, и при работе. Т. Григорьева. Ĕç вилсен те виç куна пырать, теççĕ. Говорят, что работы и после смерти на три дня хватит. (Послов.). Тайба. Ĕç вилсен те виçĕ куна çитет, теççĕ. (Поговорка). Б. Илгыши. † Сар акине ма ятлас? ― сарай хыçне тухать те, сап-сар кукăль çитарать. Кам савать, вăл çиять, пире çима мĕн ĕç пур? Юрк. Урăх ĕç çук, ĕçес-çиес ĕç анчах юлчĕ, тет писсăрĕ. Больше дел нет, осталось только (одно дело) пить и есть, говорит писарь. Курм. Ĕçе ан тăрат. Не тормози работу. Регули 844. Ĕçĕ пор та, ĕçлеме ӳркенетĕп. Хотя и есть дело, но работать не хочется (лень). Ильм. Ура ĕçне те алă ĕçне те аван тăвать. Всякую работу исполняет хорошо. О сохр. здор. Ĕç патне те каяймаççĕ (больные). Пазух. Чакă туйĕ, ай, куртăр-и? Алăри ĕçре пăрахса чупрăр-и? Ист. церк. Пĕтĕм хăйĕн пурăнăçне хăй юратнă ĕçе панă. Всю жизнь отдал любимой работе. Регули 382. Вăл вăрманта. Эп конта. Вăл ĕçре. Вăл пĕччен. Жит. св. Апрель. Вăрă ĕçне тытса пурăнма пăрахăр ĕнтĕ эсир. Бес. чув. 15. Унăн мĕн ĕçĕ пур? — пĕр вулас ĕçĕ-кăна, тек темĕн-те-пĕр кирлĕ-кирлĕ мар шухăшласа кăларать. У него какое дело есть? — только и дело, что читать; не знаю что выдумывает. Альш. † Çакă ĕçе тăвакан, хĕрсен ĕçĕ мар-ши çав? Делать это дело, не девичье ли дело? Чет. пути. Ĕçĕ ĕç пулать, шăйрăк юлмасть, курăк тухмасть. Дело идет правильно; не остается огрехов, не растет сорной травы. Яжутк. Йăван, манăн ĕçĕ, санăн хуйхи; вырт, çывăр, тесе каларĕ, тет (работа моя — забота твоя; ложись и спи). Козм. Ĕçрен канлĕ пулсассăн, пирĕн ялăн хĕрĕсем пĕрнепеле вăрмана йăкăртатса утаççĕ. Хыпар № 44, 1906. Укçа анчах туртса тăнă, ĕçне пиртен ыйтмасăр тунă. Орау. Ĕç пулса çиттĕрĕ, куланай анчах парас пулать. Дело в шляпе, только (осталось) уплатить подати. Альш. Ĕçе çемçе, слабосильный. Полевые работы. Байгул. † Пирĕн атте ухмаххи ― ĕçе çитсен, хĕр парать. Глупость нашего отца (видна из того), что он выдает дочь перед полевыми работами. N. † Ĕç пĕлмен хĕрсене ĕç умĕнчен параççĕ. Девиц, не умеющих работать, выдают замуж перед полевыми работами. Сред. Юм. Тыр вырма кайман çынна: ĕç патне тохмас, теççĕ. Кто не ходит жать, про того говорят, что он не выходит на (полевые) работы. Ч. С. Пирĕн ялсем, ĕçе тухсан, яланах ернекуна хисеплеççĕ. Во время полевой работы наши деревенские всегда почитают (праздничным днем) пятницу. N. Анкарти хыçсене лартса тултарсан, ĕçе тухаччен, канса тăраççĕ. Закончив посадку в огородах, до начала полевых работ, отдыхают (крестьяне). Услуга. Юрк. Вĕсем сана ĕç туса парас çук. Они не сделают тебе услуги. || Связь (с чем-либо), причастность (к чему-либо). Альш. Сан мĕн ĕçĕ пур унта? Какое тебе тут дело? N. Качака каланă: ăна çиме мĕн ĕçĕм пур. Коза сказала: «На что мне есть это?» Регули 44. Онăн онта каймалли ĕç çок. Ему незачем туда идти. Якейк. † Çĕрпӳ хуçи çĕр хуçа; çĕр хуçапа мĕн ĕç пор, пирĕн ати хăй хуçа. Цивильских купцов сто человек; какое нам дело до ста купцов, наш отец — сам купец. Н. Сунар. Вăл çиме каласан, çи, унта вара ман ĕç мар, кирек те мĕн ту, тенĕ. Если он велит есть, ешь; а потом уж не мое дело, что хочешь, то и делай. Е. Санăн пирĕн çумра мĕн ĕç пур? Какое тебе до нас дело? N. Сана мĕн ĕç! Какое тебе дело? С. Сан мĕн ĕç пор? Какое тебе дело? У. Унăн айăпĕ çумĕнче сирĕн ĕçĕр çук. Вам нет дела до его вины. || Якейк. Онăн ĕçĕ пĕтнĕ (= вилес патне çитнĕ). || Причина, стать. Юрк. Сире мĕн ĕçпе эрех ĕçтермелле? С какой стати поить вас вином? || Ремесло. К.-Кушки. Вăл ĕçе вĕреннĕ çын, ун алли пур çĕре те пырат. Он — человек обученный ремеслу, его руки могут делать все. || Поступок. || Иногда не переводится. О сохр. здор. Анчах ку ĕç чăнах та çаплах-ши? Но так ли это в действительности?

ĕçле

работать; делать. Регули 260. Эп она корса ĕçлеменнине. Янтик. Хĕлĕпех эп ун патĕнче ĕçлесе пурăнтăм. Всю зиму я проработал у него. Регули 105. Ĕçлессипе аптранă. Только и думает о деле. К.-Кушки. Ял тăрăх чупма вĕреннĕ çынсем килĕнче ĕçли-ĕçлеми ирттереççĕ. Люди, привыкшие слоняться по деревне, работают дома без усердия. Сред. Юм. Ĕçле-тăркачă, вилес патне çитрĕмĕр ĕнтĕ паян. Сегодня мы заработались до упаду. . Ĕçлетсĕн, ĕçле. Если будешь работать, работай. Альш. Вăрă патне пырат та, вăрра кăшкăрат: эй вăрă, мĕн ĕçлен? тет (что ты делаешь?). Кратк. расск. 26. Эсир мĕнле ĕç ĕçле пĕлетĕр? Какую работу вы можете работать? N. Пуçĕ çав таран ĕçлет. У него настолько башка работает (т. е. он ничего умного придумать не может). Хора-к. † Йăван лаши ― тор лаши, ĕç ĕçлесе ватăлман, хĕр шыраса ватăлса. Иванова лошадь — гнедая; не от работы она постарела, а постарела в поисках невесты (для хозяина). Ашшĕ-амăшне. Кирек те мĕскер ĕçле! Делай что хочешь. Регули 592. Полать (полакан) ĕçлеми çын. Бывает неработящий человек. Вишн. 59. Ĕçленĕ чух ĕçлемен чухнехипе пĕр виçелĕх çиес пулать-и? Нужно-ли питаться одинаково как в рабочее, так и в нерабочее время? Ау 42°. Ак савнă йăмăк мĕн ĕçлерĕ! тет. Вот чего наделала милая сестричка! Сред. Юм. Ĕçле-ĕçле-ĕçле-ĕçле; ĕçлемесен, пăхна çи! Çорконне йор кая пуçласан сар-кайăк йывăç çине ларать те, çапла каласа йорлать. (Подражание одной породе птиц (иволга), которые зимой живут в деревнях и летают по дорогам, а летом в лесах. Величиной она с скворца, с желтыми перьями на груди и с длинным хвостом). N. Ĕçлеме юратни, трудолюбие. Регули 258. Ĕçлеми çын пре пор. . Ĕçлеми çын кам пор пирĕн? . Вăл çын, ĕçлеменни, кайрĕ. Изамб. Т. Халех пĕрре те киле тавăрăнмаст та, ӳссен мĕн ĕçлемĕ ул? И теперь он совсем не возвращается домой; чего он (только) не сделает, когда подрастет? Регули 261. Ĕçленĕ ут мар ку. Это — лошадь, которая до сих пор не была в работе. Земледелец. Пирĕн халăх ĕçлемен мар, ĕçлет. Наш народ не бездельник, он действительно работает. Орау. Ĕçлес пулмасан(= ĕçлемелле мар пулсан), каяс манн. Если мы не будем работать, то мне надо итти. Регули 74. Манăн паян ĕçлес. Я сегодня намерен работать. Якейк. Ĕнер ĕçлесмĕн кона. Это, оказывается, надо было сделать вчера. Собр. Вут хутмасăр çăккăр пиçмест, ĕçлесе пиçмесĕр çурт-йĕр пулмасть, теççĕ. Не истопишь печку — не испечется хлеб; не привыкнешь к работе — не обзаведешься домом. (Послов.). Регули 103. Вăл тарçă ĕçлесре лайăх. Тот работник хорош в работе. . 118. Ĕçлессинче прахрĕ кайрĕ (сомн.?). IЬ. 112. Ĕçлесшĕн окçа паратăп. || Обрабатывать. Чув. календ. 1911. Çĕре лайăх ĕçленĕрен манăн тырă çынсен пулман чух та пулчĕ. От хорошей обработки земли, у меня бывал урожай хлеба и тогда, когда у других его не было. N. Мĕн ĕçлетпĕр-ха? (Так говорят, если придут к человеку, что-нибудь делающему). || Родить. Алешк. Сапл. † Çак Саплăк хĕрсене кам ĕçленĕ(= родил)? — икĕ пичĕ хĕрлĕ улма пек.

ĕççĕн

слово, неясного знач. (описка?). Юрк. Сире пĕр-йĕр лайăх ĕççĕн кам ятлат, вĕрентет? Ун патне ăс ыйтма пырăр.

ĕç

(э̆с'), пить. Юрк. Ĕç те тух, пăхса ан тăр (так объяснял один назв. курорта Ессентуки). Ст. Ганьк. † Ĕçе пар та яра пар, юлашкине ĕрете яр. Ч.П. Сирĕн ĕçессĕре кам пĕлмест. IЬ. Эпир тăвансемпе ĕçнĕ-çинĕ чух, унта çичĕ ютсенĕн мĕн ĕç пур? О сохр. здор. Тата тепри трахтирте темиçе хут та чей ĕçе-ĕçе, тухса кайнă. Другой, во время чаепития, выходил из трактира несколько раз. Юрк. Ĕçессĕм килмест, эпĕ ĕнер-кăна килте чей ĕççеттĕм. Пить не хочется, я только вчера пила дома чай. Посл. 81, 11. Мĕн паянхи кунчченех (до самого сегоднешнего дня) эпир ĕçнĕ-çимен, тумланнă-тумланман çӳретпĕр. Микушк. Ăна та кала пĕлмесен, çиччĕ те пиллĕк ĕçмелле. (Савăш курки). Регули 28. Ку квас ĕçмелле. Этот квас годен для питья; его пить можно. IЬ. 38. Ĕçмелли квас пор онта. Там есть квас, годный для питья. . 55. Ку квас ĕçмеллех мар. Этот квас не вполне годен для питья. . 64. Ку кваса еçмеллĕх исе килмен, çима (çималăх) исе килнĕ. Этот квас принесен не в таком количестве, чтобы его пить, а (только) для еды. Здесь причастие на «малăх» имеет в виду количество предм. Ч.П. Ĕç куркăна ĕçмелле. Пей (твой) ковш как следует (до дна). Орау. Халăх юнне ĕçсе (ĕмсе) пурăнакан çын хăй ĕмĕрне çитсе вилимаçть: халăх сăмахĕ турпас мар. Уфим. Вĕсен ĕçесси (ĕçес, ĕçессисем) килет. Им хочется пить. Орау. Ĕçессӳ-çияссу çук, таккулăх анăратан. Пить и есть не будешь, только попусту надоедаешь. Собр. 10°. Ĕççе çитнĕ, тек ĕççе капан тăвас çук. Будет пить (т. е. больше не надо пить), постоянным выпиванием стога не смечешь (т. е. ничего хорошего не добьешься). . † Авăрлă куркан аври ылттăн, ĕççем-и, тăванçăм, кĕпӳ ылттăн! || Пьянствовать. КС. Пĕр май ĕççе çӳрерĕ (или: ĕççе пурăнчĕ). Все пьянствовал. N. Ĕçсе-асса çӳремеçт. Не пьет, не развратничает. Абаш. Ĕçмеллех ĕçрĕм. Я как следует выпил.

ĕçкеле

учащ. ф. от гл. ĕç. Ч.С. Ĕçкелерĕç-ĕçкелĕрĕç ĕнтĕ, пурте ӳсĕрле пуçларĕç. КС. Пĕр-май ĕçкелесе пурăнчĕ. Все пьянствовал.

ĕçкĕ

(-кэ̆, -к'э̆), выпивка; пир, пирушка; пьянство; напиток. Чăв. й. пур. 33°. Вăл хăй те Иванĕ пекех пит ĕçке юратнă, кулленех ӳсĕр пулнă. Çав Прухха вăсене хăйсем ĕçкипе хăйсене куллен ӳсĕр тунă. Он и сам, как и Иван, любил выпивку, и каждый день был пьян. Тот, Прохор, каждый день их спаивал на их же счет. N. Ĕçкĕ пуçтарчĕç, тет; ĕçкĕ пуçтарсассăн, каллех çав хĕр сăра ĕçме чĕнчĕ, тет. Юрк. Чăвашсенĕн ĕçкисем: сăра, кăвас (йӳçĕ), пыллă сăра, эрех. Вĕсене ытти çынсем пекех хатĕрлеççĕ. Font. 1. † Ах аттеçĕм, атте! ăшлă-туллă алсăна ĕçкӳ пиркӳ (= пирки) çухатрăн. Ч.С. Вĕсем хăшĕ-хăшĕ: ĕçкĕ вăл, маншăн тесен, вилнĕ атте-анне чĕрĕлсе тăнипе пурĕ-пĕр. Ĕçкĕре такçан курман хурăнташна куратăн, çу пек çемçе чĕлхӳпе, пыл пек тутлă сăмахна калаççа пĕтерейместĕн, теççĕ. Некоторые из них говорят: «Пирушка для меня так же дорога, как если бы у меня воскресли родители. На пирушке встречаешься с родственниками, которых давным-давно не видал, и не можешь с ними наговориться». . Ĕçкĕ хатрисене хатĕрлесе çитерсессĕн, пухура пурте пĕрле канаш тунă каç ĕçке лараççĕ. Ĕçкĕ бывает ятлă и бывает ятсăр, д. б. если ĕçкĕ назначена в известный праздник, то бывает ятлă. НТЧ. Пирĕн ялта чăвашсем хĕллехи ĕçке яланах çăварни эрнинче ĕçеççĕ. Малтанхи кун вĕсем хăна-вĕрлепе ĕçеççĕ, иккĕмĕш кунĕнче хăйсен ял-йышĕпе ĕçеççĕ. В нашей деревне зимнюю пирушку справляют на маслянице. В первый день пируют с гостями (приезжими), на второй день со своими однодеревенцами. Орау. Ĕçкĕ-ыйтаççĕ. Просят угостить водкой (о многих; напр., общество от кого-нибудь требует за что-нибудь). См. Магн. 231.

ĕçкĕ çынни

пьяница. Юрк. Ĕçкĕ çыннисем, иккĕш пĕр-пĕринпе тĕл пулса, калаçа пуçлаççĕ. Встретились двое пьяниц н начинают беседовать.

ĕççе яр

выпить; пропить. К.-Кушки. Ну-ккă, пĕр черкке ĕççе яр-ха! IЬ. Паян сурăхне сутнă та, укçине ĕççе янă. IЬ. Йĕмне сутса, ĕççе янă.

ĕçсе çи

ĕççе çи, пить и есть; пировать. N. Ĕçсе-çисе тăранас, напиться и наесться. Чураль-к. Ĕçнĕ-çийĕ хушăра яш-кĕрĕмсем çӳреç пуль. Альш. Ĕçнĕ-çинĕ чухне юрлакан юрăсем. Сир. 103. Пĕр кунхине Иовăн ывăлĕ-хĕрĕсем аслă пиччĕшĕ патĕнче ĕçсе-çисе ларнă.

ĕçер

(э̆з'эр), высвободить, освободить; опустить с цепи и т. п. Ст. Чек. Лашана ĕçерсе янă. Юрк. Пĕр вăрра тытăннă çынна мĕшĕн ĕçерсе ярар? Раз он принялся воровать, то зачем нам его выпускать из рук? N. Ĕçернĕ — хăтарса янă, высвободил. Йытта сăнчăртан ĕçерсе янă. Сред. Юм. Ăсĕн аллинчен мĕнле-те-полса ĕçерсе, кăларса ярас-чĕ ȏна. Надо как-нибудь высвободить его из их рук. || Передвинуть. К.-Кушки. Хуран айне ĕçер-ха, квайтăсем ӳкеççĕ. Передвинь дрова под котлом), а то они упадут (на пол). Сред. Юм. Ĕçер (хȏран айне), тесе, хȏран айĕнчи квайт начар çȏнсан калаççĕ. IЬ. Хоран ай (огонь под котлом) сӳнме пуçланă, кайса ĕçер çавна. Ст. Чек. Хуран айне ĕçер. Макка 104. Хăййăрсем сарлака, çутă çунат; ĕçерĕттĕм, аллăма пĕçерет. || Разжимать (руку). Орау. Иккĕн те пĕрин аллине ĕçеримарĕç. Двое не могли разжать ему руку. || Выболтать, effutire. Юрк. Ун пек япалана (т. е. йĕрĕхе) кĕлĕ-таврашĕ пулсан, часах ют çынна ĕçермĕ-чĕç. Сир. 51. Хăйне шанса каланă сăмаха ĕçерекен шанчăксăра тухать. См. вĕçер. || Н. Седяк. Туй курма пынă хĕрсенчен пĕрне кӳмере тапса ларакан çураçнă хĕрĕн урине ĕçерме хушаççĕ (значение неизв.).

ĕçĕрĕн

ĕçрĕн, (ӧ̌з'ӧ̌рӧ̌н, э̆з'э̆рэ̆н), отвязаться, отделаться, освободиться, высвободиться. Бюрг. Ĕçĕрĕн, вырываться из рук. Юрк. Парапан патаккисем, алăран ĕçĕрĕнсе, пĕр енелле ыткăнса кайсан. . Алла-аллăн тытăнсан, сулкаланса, хирĕç пулакан çынсене тĕккелесе пырать-чĕç. Пĕри вĕсене чавсипе тĕксе ячĕ те, аллисем ĕçĕрĕнсе кайса, икĕш те çурт çумне кайса перĕнчĕç. . Çав куркана пула тепле часах ĕçĕрĕнсе каятăн (вырăнтан), хам та сисмесĕрех юлатăп (и сам не замечаю, как из-за пьянства слетаю с должности). N. Аллинчен ĕçĕрнсе тарчĕ. Вырвался из рук и убежал. || Срываться (т. е. оступиться). Хĕн-хур. Çавăн чухне вăл, ăнсăртрăн ури ĕçĕрĕнсе кайса (оступившись), пӳртĕн çӳлти, иккĕмĕш хучĕнчен тул енелле, хытă çĕре, ӳкнĕ те вилнĕ. Чем люди живы. Пĕр пырса çулăхасси анчах, вара ĕçĕрнессине ан та ĕмĕтлен, тесе шухăшлать ку. || В Елховоозерной зап. ф. ĕçрĕннĕ.

ĕçмехлен

(из ĕçме хăтлан?), пытаться пить. Упа 601°. Çав ачана авлантарнă чух та эпĕ пур-ччĕ; мана пĕр курка пачĕç те, эпĕ, ĕçмехленсе, пĕтĕм сухала йĕпетсе пĕтертĕм, анчах çăвара пĕр тумлам та каймарĕ.

ĕшенчĕк

(э̆жэн'ζ'э̆к), быстро утомляющийся. К.-Кушки. || «Усталый» КС. Çав ĕшенчĕк лашана ма кӳлен? || Утомление, усталость. Сенчук. † Савса та пĕр кӳлтĕм сар утма ĕшенчĕкĕ тиврĕ тур утма; асăнса та тухрăм ют патне, ĕшенчĕк тиврĕ тăвана.

ĕшне

поляна. М. П. Петр. Ĕшне, поляна среди леса. Бугульм. † Хура вăрман касрăм, ĕшне турăм. Ядр. † Тонкăлтăк сасси (звон кутаса) ĕшнере, хура хĕр сасси хура пӳртре. Сунт. № 1, 28. Хитре ĕшне варринче тĕмĕ ларать сарăлса. Ч.П. Аслă ĕшнере ут çулаççĕ. А. П. Прокоп. † Ĕшне утисене çулăттăм, кăткă йăвисенчен хăратăп. Яргуньк. Çав вăрманта, пĕр хитре ĕшнере, хитре улмуççисампа хитре çырласам курчĕ, тет. Сунчел. Ĕшне-кăна, ĕшне сĕм вăрмантан тухаймарăм эпĕ çул çукран. Ялюха М. Аслă ĕшне, Çарăк ĕшни, назв. полян. Девлизерк. Ав çавăнта, ĕшнере, Алексантăр писсăр килнĕ те, çĕр çинчи пур кайăксене çырса, Москвана (т. е. Мускава) ярать. || Назв. леса. Макка 91°. Ĕшне тиекен вăрманта çырма пур.

явала

(jавала), обвивать. Н. И. Полорус. Мĕшĕн аллăна (или: аллу тавра) кантăра яваларăн? Ходар. Пĕр хуллине (из упомянутых) алла илеççĕ, ыттине пилĕк тавра яваласа çыхаççĕ (обвивают вокруг поясницы). То же выраж. у КС. || Растирать. Собр. Ахаль, тăраччен кĕрĕк аркине явала (описка?), теççĕ. Чем стоять так, лучше растирай рукав шубы. См. йăвала.

явăн

(jавы̆н), виться; обвиваться. Йывăç явăнса ӳсет. Дерево растет завитушкой. Икково. Хăмла шăччă тăрăх явăнса çитĕнет. Алших. Хăмла шерте (шалçа) тăрăх явăнса ӳсет. Сл. Кузьм. I, 16. Вĕсен ĕçĕ кантăра пек явăнса пырать. У них дело идет как по маслу. К.-Кушки. Мăйне çĕлен явăннă (или: яваланнă). IЬ. Курăк йывăçа явăнат. Альш. † Ĕнтĕ çил çаврăнат, çил çаврăнат: çĕмĕрт çеçки хăвана явăнат. Бурунд. † Çĕр çырлисем пиçеççĕ хĕрелсе, тĕрлĕрен пĕр курăка явăнса. Клубника поспевает, рдея, обвиваясь вокруг разных трав. Чураль-к. Шучă тăрăх явăнакан хăмла путранки мар-и çав? Ура явса выртакан пирĕн варлисем мар-и çав? Н. Тим. † Явăна-явăна выртакан, пĕрлĕхен аври мар-и çав? Сред. Юм. Ирхĕне, вил-шыв (у др. сывлăм) укеччин, утă торттарсан, ȏ, явăнса, вĕрен пик пȏлса пырать (вьется как веревка). Юрк. † Хĕвел тухат, сарăлат, улма йывăç çине явăнат. || О пламени. ЧС. Çӳлте хĕм явăнать анчах — хĕп-хĕрлĕ, тастан (= таçтан) та курăнать пулĕ. Вьются в выси искры, красные-раскрасные; должно быть, далеко видно. [IЬ. Пушар йĕри-тавра çынсем явăнаççĕ анчах. Около пожара вьются люди]. Сред. Юм. Вăт (= вут) явăнать анчах. («О сильном пламени, когда кажется будто оно вьется»). || О течении. ЧП. Хура шыв юхат явăнса. Янш.-Норв. † Шывĕ юхат явăнса, хумсем çапаççĕ хĕрнелле. А. П. Прокоп. † Атăлсем тухат (юхат?) явăнса. Дик. леб. 36. Акă тинĕс хумĕсем, ывăна пĕлмесĕр, пĕрин хыççăн пĕри явăна-явăна пынипе темĕн тĕрлĕ хытă чулсене те тип-тикĕс якатаççĕ. || Об облаках. Дик. леб. 40. Хура тăхлан тĕслĕ хăрушă хум пек пулса, вĕсем явăнса шуса пыраççĕ. IЬ. 56. Çӳлте явăнать хуп-хура пĕлĕт. Наверху вьется черная туча. || О пыли. Сказки и пред. чув. 22. Тусан пырать явăнса. Пыль вьется. || О грязи. Сред. Юм. Çăмăр çуни халь те типмен, пыльчăк ȏрапана явăнса пырать (грязь навивается на колеса). ||О медленном, величественном движении солнца (так толкует КС.). ЧП. Хĕвелсем тухат явăнса. || О колосьях, которые клонятся от тяжести в разные стороны. Ст. Чек. Явăнса ӳсет ыраш (= вăйлă ӳсет). Колосья ржи от тяжести клонятся в разные стороны. || Виться (о птицах и т. п.). Сказки и пред. чув. Ялĕсем çинче кайăк явăнать. Над их деревнями вьются птицы. Толст. III-IV, 122. Вăрăм-тунасем явăнса вĕçсе çӳреççĕ, сĕрлеççĕ. Комары вьются, летают и жужжат. N. Икĕ ангел, икĕ архангел вĕççе килеççĕ пирĕн чуншăн, явăнаççĕ пирĕн çылăхшăн. || Увиваться (с какою-либо целью). КС. Сир. 27. Кам ăслăлăх çурчĕ таврашĕнче явăнса çӳрет, çавă унăн çурчĕ çумне пăта çапса тĕреленет. Якейк. † Эпĕ лартас хĕр панче упа-кашкăр явăнать. Около девушки, которую я хочу посадить (чтобы покатать), увиваются волки и медведи (дикие звери). С. Хорчка пек явăнса çӳрет. Вьется как ястреб. Тоже и о животных. Якейк. † Пирĕн çол çийĕнче корак-çăхан явăнать, эпĕр лартас хĕр панче ялти ача явăнать. (Песня на масленице). КС. Курак-çăхан виле таврашĕнче явăнса çӳрет. Сновать (в переносн. зн.). Ст. Яха-к. Эсир кунта питех явăнса ан çӳрĕр (не толпитесь). Сказки и пред. чув. 75. Ярăнтарса явăнса, шăпăр кĕвви ташлатать.

явăнкала

учащ. ф. от. явăн. Бгтр. Çӳлте явăнкаласа çӳрекен пĕр кайăк корчĕç.

явăнчăк

(jавы̆нζы̆к, jавы̆нџ̌ы̆к), извивающийся. Н. И. Полорус. Явăнчăк тĕрĕ анат. (По палке) спускается извилистая нарезка, полоска, узор. (Туя йĕри-тавра кукăр-макăр тĕрлесе анаççĕ, ăна çапла калаççĕ. N. Явăнчăк йывăç. || IЬ. «Почти то же, что явкаланчăк: питĕ явăнчăк, сăмахăн вĕçне тухаймаç». IЬ. Пĕр май киле-киле, хĕрен пек çаврăнса çӳрекен (с какими-то намерениями) çынна явăнчăк теме пултараççĕ. || О грязной дороге, когда грязь навивается на колеса. СТИК. Явăнчăк çул — грязная дорога («грязь не так жидка, чтобы она не приставала к телеге»). || Моток лент из мочала, достаточный для тканья одной рогожи. Икково. Пĕр явăнчăк корăс чĕртĕм (приготовил). См. явкаланчăк.

явăç

(jавы̆с'), свиться; связаться; сдружиться; сходиться друг с другом. М. П. Петр. Хыпар № 15, 1906. Ачасем пурте пĕр-пĕринпе явăçса, пĕр-пĕрне чуп-туса: халăх хушшинче килĕшӳ пултăр, тесе, турра кĕл-тăва пуçларĕç. || Увиваться. КС. Паян çав виле (вил'э) панче кунĕпех çăхансам явăçаççĕ. || Привадиться. Зап. ВНО. Арман кутне йăтăсем явăçнă. К мельнице привадились собаки. Юрк. † Уй варринчи хурамана курак-çăхан явăçнă, явăçнă та сивĕнмест. (Свадеб. п.). Зап. ВНО. Кăвакарчăн явăçсан, çын пуять, теççĕ. Если привадятся (к дому) голуби, то человек разбогатеет. (Поверье). || Кишеть. Зап. ВНО. Ача-пăча ăçта кирлĕ, унта хурт-кăткă пек явăçать (кишат). || Болтаться, «тереться» около кого-нибудь, приставать к кому-л. Козм. Явăç, болтаться. Эсĕ ун çумăнче мĕн явăçса çӳретĕн? Что ты около него болтаешься? Смешаться (попав в число других вещей). Ст. Чек. Явăçса карĕ пулĕ. Вероятно, смешалось с другими вещами. IЬ. Явăçса (кайнă ĕçлеме) = пĕрлешсе, хутшăнса. IЬ. Явăçса кай çавсемпе пĕрлешсе кай. Об интимной связи. Хыпар № 30, 1906. Санăн арăму иртĕнет-мĕн, Евстигнейпа явăçнă (связалась), теççĕ, тет. Чебокс. Çав арăмпа явăççа çӳрет (путается) вăл. КС. Вăл çавăн арăм(ĕ) патне явăçнă (повадился, т. е. они «кусаççĕ»). Бгтр. Çав ывăлсенчен кĕçĕнни çав карчăкăн хĕрĕ патне явăçнă, тет те, кайран сивĕннĕ, тет. Младший из сыновей связался с дочерью той старухи, а потом охладел к ней. || «Путаться» с кем. Юрк. † Хура хĕрсемпе явăççа, хура-хутаç илсе хуплантăм. Путаясь с девушками-чернушками я замаялся покупать им рожки (плоды ceratonia siliqua).

явăçтар

понуд. ф. от гл. явăç. М. И. Петр. «Явăçтар ― способствовать сожительству». Карсун. † Эс таста-ччĕ, тăванçăм, эп тастаччĕ) торри явăçтарчĕ пĕр çĕре. Мы были, родимый, далеко друг от друга, но судьба свела нас вместе. ЧП. Эсĕ таçта-ччĕ, тăван, эпĕ таçта-ччĕ, явăçтарчĕ турă пĕр çĕре. Юрк. † Çакă ялти çĕр-шывра явăçтарман ача юлмарĕ, кивĕçмен (sic!) сарă хĕр пĕтмерĕ. В этой доревне не осталось ни одного парня, которого я не привадила бы к себе, и без конца было девиц, ревновавших ко мне.

явкалан

(jавгалан), учащ. ф. от гл. явкала, виться; увиваться; вертеться. Ст. Чек. Çĕлен явкаланса çӳрет. Змея извивается. Яргуньк. Хайхи çĕлен çĕвĕç мыйне(мăйне) явкаланса ларчĕ. А змея-то обвилась вокруг шеи портного. Ч.С. Унăн çилхи вăрăм, явкаланса çĕрех аннă-ччĕ. У нее (лошади) длинная грива, (которая), извиваясь, доходила до земли. N. Ун тымарĕсем чул куписем ăшне явкаланса кĕреççĕ. Корни его (растения), извиваясь, проходят в кучу камней. Орау. Вĕшле пек явкаланса çӳрет. Ердово. Ăçта пăх, пур енелле те, хура çĕлен пек хуралса юлнă çулсем явкаланса чăсăлса(= тăсăлса) выртаççĕ. Куда ни посмотришь, во все стороны тянутся, извиваясь, почерневшие дороги, точно черные змеи. ХЛБ. Ытла типĕ пулсан, муклашкасем явкаланса (sic!) пырса (катясь вместе с бороною?) ванмаççĕ. || Кривляться, кокетничать. || Идти переваливаясь (о длинном человеке). КС. Явкаланса пырать, идет вихляясь (гов. о верзиле), такого человека зовут явкаланчăк. IЬ. Явкаланса ут, идти переваливаясь (о длинном человеке). || Увиваться. Толст. Вăл чашкă таврашĕнче тек явкаланса çӳренĕ. Он все вертелся около блюда. || Вертеться около кого или чего-л. Сред. Юм. Ни ȏтаймас, ним тумас: ман ȏмра явкаланса пырать хăй. || Или где-либо (с какой-то целью). Якейк. Явкаланса çӳрет, тесе, пĕр-пĕр япала илесшĕн çын патне час-час пынине калаççĕ. IЬ. Çав тем явкаланса çӳрет конта, мĕн-те-полин кирлĕ полмалла мантан. Сред. Юм. Мĕн ман таврашра явкаланса çӳрен çак эсĕ пĕрех-май? Что ты все вертишься, (вьешься) около меня? IЬ. Пĕр-май ман таврашра явкаланса çӳрет. Постоянно вертится около меня. || Не сидеть покойно. Рак. Мĕн явкаланса ларан, тенкеле çĕмĕртĕн вĕт! Что ты вертишься, сломал ведь стул-то? || Якшаться, водиться. Ивановка. Хай шкула çӳре пуçласан, эпĕ пĕр-маях вырăс ачисемпе явкаланса çӳрерĕм, çавăнна пĕр хĕл каçнă çĕре чилаях вĕренкелерĕм. Как только я начал ходить в школу, то постоянно вертелся среди русских мальчиков, поэтому в течение зимы порядочно научился (говорить по-русски).

Явăш

(jавы̆ш), личн. имя человека. Ой-к.-Яуш. || Назв. сел. Яушево, Мурат. вол. || Ой-кас-Яушево, Мало-Яушевской вол. Ядр. у. Ой-к.-Яуш. Пирĕн яла ак мĕншĕн Явăш тенĕ: пирĕн ялта пĕр Явăш ятлă çын, пит пуянскер, пурăннă. Ст. Чек. Явăш кĕперĕ. Яушевский мост. || Назв. дер. Салугиной.

якал

обгладиться, быть гладким. М. П. Петр. О землед. Çĕр чĕрĕ чухне, пĕр татăлмасăр чĕн пек йăванайса (чит. явăнайса?) пырать, çиелтен плук хăмипе якалса пырать. || Якейк. Сан пата çӳресе, ман ора топань якалса каþ (кар') уш. Я уж замаялся к тебе ходить. || В перен. зн. Зап. ВНО. Пыра (= пура) тĕп якалнă. В закромах пусто. Ч.П. Пура тĕпсем якалнă (т. е. весь хлеб вышел). Ст. Чек. Якалнă, пĕтнĕ. Унăн укçисем тавну якалнă ĕнтĕ. У него давно все деньги вышли. Сред. Юм. Карман тĕпĕ якалнă. (Так говорят, если кто истратил деньги). || Покрыться сплошь облаками? В. Олг. Çанталăк якаласа ларса (к дождю). См. тăтăшлан, яклака.

Якавьел

(jагавjэл'), назв. дер. Ново-Якушкина, Бугурусл. у. Самар. губ. Макка 84. Пирĕн ял вырăнне ĕлĕк пĕр Якав ятлă çын пырса ларнă, тет.

Якут

(jагут?), личн. имя человека. С.-Устье. Ĕлĕк вăрманта пĕр Якут (в дальнейшем тексте — Якут) ятлă çын пĕр пӳртре пĕчченех пурăннă, тет (лисица ищет ему невесту).

ял

(jал), селение (деревня, село). Б. 13. Ялта çерçи вилмест, теççĕ. Говорят, что в деревне не умирает воробей (с голоду). Альш. Элшел пĕчĕкçех мар ял: çĕр çитмĕл киле яхăн пур-тăр ялта. Альшеево не маленькое селение: в нем, пожалуй, около 170 дворов будет. Янорс. Ку хăш ял? тесе ыйтрăм та аттерен, ку Шĕнер, терĕ. Какая это деревня? — спросил я у отца. — Шинерь, — ответил мне он. Вишн. 71. Ялтан анатарах çырмара кĕпе çума, лаша шыва кӳртме юрать, анчах çынсем ĕçме илекен вырăнтан аяларах каяс пулать. В реке ниже селения можно полоскать белье и купать лошадей, только нужно спускаться ниже того места, где люди берут воду для питья. IЬ. 70. Ял тулашĕнчи çăлсене тасарах туса... Колодцы, находящиеся вне деревни, сделав чище... Епир çур. çĕр-шыв. 16. Сирĕн ял мĕн ятлă? Ялĕнче миçе урам? Орл. II 350°. Аслă ялтан кĕçĕн яла туй килет. (Кăвар туртни). Из большого селения в малое едет свадебный поезд. (Загребание жара). А. П. Прокоп. † Ай-ай, ялсем, хамăр ял! Мĕнле ытарса каяр-ши? Регули 741. Ял витрĕ (sic!) чопса кайре. Пробежал через деревню. IЬ. 632. Пĕр ача, пирĕн ялти, çак хота исе килчĕ. Юрк. Хăйсем ялĕ çыннисем, incolae vici eorum. IЬ. Карачăмне курсанах, хăйсем ялĕ çыннисем, пурте ун майлă пулса, ăна кала пуçлаççĕ... Ст. Айб. Ял йытти ял енеллех вĕрет, теççĕ. Деревенская собака лает в сторону той же деревни, откуда она. (Послов.). Сред. Юм. Ялти яшка яклашка, килти яшка тĕклешке, тесе, çын панче çинĕ апат тутлă пик туйăнать, килти тутлă мар пик туйăнать, тессине калаççĕ. Регули 1269. Ял сирен (чит. серен) воншар çын тăратрĕç. С каждой деревни представили по десяти человек. IЬ. 655. Порте кусам пирĕн ялтан. Все эти из нашей деревни. Ильм. Ют ялта. В чужой деревне. Ала 89. Как ашшĕ тухса каять ял çине çӳреме, килте унăн арĕмĕ ачисене хĕнеме тытăнать. Как только отец уйдет куда-нибудь («по деревне»), жена его начинает бить детей. Мусирма. † Ял-ял витĕр килтĕмер пуян çын ампар çуттипе. Альш. Ял хĕрĕсем касси-кассипе пĕр 14―19 хĕр пуçтарăнаççĕ те, канаш туса, сăра лартма тăваççĕ. Деревенские девушки, собираясь по 14—19 человек с каждой улицы, совещаются и решают варить пиво. IЬ. Ял сутне кĕмеççĕ. Не занимаются пересудами. Сред. Юм. Ял тăрăх, по деревне, по деревням. Кильд. Ашшĕ вăл вăхăтра ял çинче старостăра е правленинче сутиере çӳренĕ. Ее отец в то время был деревенским старостой или правленским судьей. IЬ. Çăтăк (тряпье) пуçтарма ял тăрăх кайрĕç. N. Мĕншĕн пĕр маях ял тăрăх чупатăн-ши? Конст. чăваш. Вăл кукка патне илсе каякан çын эпĕ пурăнакан Шмалак ялĕ кĕрӳшĕ пулать. Тот, который ведет нас к дяде, приходится зятем человеку из села Шемалакова, где я проживаю. || Общество. А. П. Прокоп. † Ятăм лайăх, тесе, ан мухтан, лайăх ятă тăре-юлĕ ял çине. Не хвались своим добрым именем, твое доброе имя останется в деревне. Ой-к. † Ялăм-йышăм ял пултăр, кӳршĕм-кӳппĕм кĕр пултăр. Сред. Юм. Ял çине ят кайтăр, кота йĕм йолтăр. (Так говорят, когда предпринимается что-нибудь важное). N. Яла ярса çĕнĕпе туса уйăр. Сдать (землю) в общество и разделить ее по-новому. N. Ытти ялсем, унтан уйăрăлса кайса, хăйсем ял пулнă. Другие селения, отделившись от того селения, образовали свои общества. || Происходящий из деревни. Эсĕ хăш ял? Ты из какой деревни? Ку та пирĕн ялах (или: ялсемех). Этот тоже из нашей деревни. Эп ку ял мар. Юрк. Çавсем ялех тепĕрне чиперех вĕрентрĕм. Из той же деревни, я обучил другого как следует. Чуратч. Ку арăм хăйсен ялех пулнă. Эта женщина оказалась из их же деревни.

ял-йыш

односельчане. Сред. Юм. Ял-йыш, «жители той деревни, в которой сам живет». Качал. † Ялăм-йышăм сала пак, мĕлле тухса каям-ши? (Солд. п.). ЧП. Эй мăнтарăн ял-йышĕ! N. Ун (т. е. вĕрӳç карчăкăн) йăлине пур ял-йыш та пĕлет, çиленсен мĕн тунине (т. е. ее суровый нрав). Сир. 81. Намăса пĕлмен ачуна хытă сыхласа усра, ун пирки тăшманусен мăшкăлĕ ан пул, ял çинче халлап ан çӳреттер, халăх умĕнче намăс ан курса лар, ял-йыш кулли ан пул. Юрк. Темиçе çултан, ашшĕ вилнине илтсен, килне тавăрăнат та, амăшĕпе, пиччĕшсемпе, шăллĕсемпе, аппăшсемпе, йăмăкĕсемпе, кӳрши-аршисемпе, ял-йышĕсемпе пуринпе те вырăсла калаçа пуçлат. Ч.С. Пирĕн ял-йышĕ те çав пĕрре те пĕр-пĕрин сăмахне итлемест. И наши деревенские (односельчане) никогда не слушаются друг друга. Ч.П. Ял-йышăран уйăрăлтăм.

ял кулли

ял колли, (куλλиы, коλλиы), посмешище для деревни. Орау. Ял кулли, вутăсăр юлтăмăр вĕт кăçал! На срам перед другими остались нынче без дров! Юрк. Манран тăван ачамсем те çапла пулсан, ял кулли! Позор, если мои родные дети будут такими! Абыз. † Ати, лаша кӳлес-и? çӳрен лашине кӳлес-и? Çыр хĕрсене лартас-и? — Ан ларт, ывăлăм, ял кулли! Сёт-к. Акмасăр хварсан, ытла ял колли полать. Если оставить не засеянной (землю), то срам будет перед другими. || Смехота. Юрк. Пĕр-пĕринпе калаçа пуçлаççĕ: акă ял кулли! ку епле халир?... ялан пĕр тутарсем анчах вилеççĕ-çке!

ялран

по деревням. Янтик. Пĕр вырăс ялран сутса çӳрет купăстисене. Один русский ездит по селениям и продает свою капусту.

ялсам

ялсем, происходящий(-ие) из (такой-то) деревни или села. К.-Кушки. Эсĕ хăш ялсем? (у др. эсĕ хăш ял?). IЬ. Эсир хăш ялсем (у др. эсир хăш ял?). Ib. Эпир çак ялсемех. IЬ. Эпĕ çак ялсемех. Регули 1327. Çав пирĕн ял (ялсам). Ку ой пирĕн ялсен. Тот из нашей деревни. Это поле нашей деревни («наших деревенских»). ЧС. Пирĕн ялсем луç тытни. Как ловили наши деревенские лося. Б. Олг. Яш ача, Еххим ятлă, вăлсам ялĕсемех (из их же деревни). Чăв. й. пур. 36. Сан патна пирĕн ялсем Яхуть юмăçа килĕ. К тебе придет поворожить наш деревенский (по имени) Яхуть. Регули 1328. Ку çын пирĕн ялсам. Этот человек из нашей деревни. БАБ. Çав киреметсем пирĕн ялтан тарни çинчен пирĕн ялсем ак епле калаçаççĕ: тăват-пилĕк çул пулĕ, тет, ĕнтĕ, ĕлĕк пирĕн ялсем пĕр çын Пулат киремечĕ çинче суха сухаланă, тет. О том, как оставили эти киремети нашу деревню, наши деревенские говорят так. Года 4 или 5 тому назад, один наш деревенский пахал на том месте, где находится Пулатова киреметь. Ала 64. † Кинçĕм те лайăх (çавă пур); ялĕсем (ее деревенские) илмерĕç хурласа, эпир илетпĕр мухтаса. Кан. 1927, № 207. Вĕлерекенĕ çав ялсемех П. А. пулнă.

ял çынни

житель деревни. Н. Седяк. Кашни çул ял çыннисем пĕр-пĕрин хыçĕнчен черетпе така илсе каяççĕ (на жертву).

Ялавăр

(jалавы̆р), назв. сел. Елаура, Сенг. вол. и у. Симб. губ. Макка 48°. Вăл ак мĕнтен пуçланса кайнă, теççĕ: пиртен инçе мар пĕр вăрманта «Еней» ятлă çăл пур; ĕлĕк çав çăл çинче «Еней-Йĕнтерек ятлă улпут пурăннă. Çав улпут ячĕпе çăлне «Еней» тенĕ. Çав улпут Ялавăр ялне пуçласа янă.

ялан

всегда, постоянно, все время. Юрк. Ялан пĕр манирлĕ тăрса. Б. Ялан ăспа çӳресен, ялти ватă ятламасть. Если постоянно ходить с умом, то никогда не будут бранить деревенские старики. Сала. † Çак хуçанăн хăни мĕншĕн шавлать? ― Ялан пылпала эрех ĕçнĕрен. Почему гости этого хозяина шумят? — Потому что все время пьют водку с медом. Регули 1536. Вăл ĕлĕк ялан онта çӳрет-чĕ. Раньше он постоянно туда ходил. КС. Ялан çияла тухса пырать. Все время берет верх (в споре). Изамб. Т. Сана миçе каланă: тапак ап турт, тесе; эсĕ ялан туртатăн. Сколько раз говорили тебе: «не кури табак», а ты все (время) куришь. Утар. Ĕнесене яланах вара йăтса тăратрăмăр (поднимали), тăраймарĕç пурте (не могли вставать, от болезни). || Всё (т. е. все время). N. Илмелле те, ялан манап. Надо взять, но я все забываю; все каждый раз забываю. Орау. Ялан ĕçкелесе çӳреймĕн çав ĕнтĕ. Не всё же будешь пьянствовать. Юрк. Пупĕ, вăтанса, хăни умĕнче намăслă пуласшăн пулмасăр (пулас маршăн), ялан ыйтасса анчах пĕлет: манăн балыка кӳрсе парăр, тет. || В песнях иногда употребляется только для заполнения стиха. Макс. Чăв. К. I, 68. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, ялан ырă аттеçĕм! N. † Аттеçĕм, аттеçĕм, ялан ырă аттеçĕм! Альш. † Ăйхусем килсен, вырт та çывăр, ялан тăрăх саккăн тăршшĕне. А. П. Прокоп. † Хучĕсем шурă, çыру хура, ялан писсăр-тияк аллинче. Мусир. † Çуллен хăта килменнине кăçал хăта килчĕ те, ялан парас, терĕр пуль. Сала. † Ухрăм çӳлĕ ту çине, ялан мерчен суйларăм. Хыпар № 36, 1906. Удельныйĕн хыçĕнче ялан удел капанĕ. || Иногда служит для выражения недостающего многократного вида глаголов.

ялт

(jалт), подр. быстрому движенню. Сред. Юм. Пуçне ялт çĕклесе пăхрĕ. Моментально поднял голову и посмотрел. Макс. Чăв. К. I, 50. Йывăç çулçи ялт (сразу, быстро) ӳкнĕ. Тогаево. Онтан пӳрт кĕтессине ялт çĕклерĕ, тет те, вĕлт анчах тохса карĕ, тет. Турх. Вĕçен-кайăк йăвинчен парт вĕçнĕ (быстро вспорхнула) чух, утă çулакан хăй пуçне ялт çĕклет. Ала 103°. Хорăн тăрăнчи хор хорчкки; хорсам çине ялт (быстро поднимая голову) карăнать (тянется). Т. VII. Паçăр çинĕ чухне (когда он ел) янаххи ялт-ялт сикеччĕ (быстро двигались челюсти). Букв. 1904. Хайхи шăнса хыта пуçланă çыннăн чĕри ялтах сикет. Ст. Яха-к. Ялт-ялт ― движение хлеба на иголке в гадании. См. уткăнтар. || Подр. бросанию, отшвыриванию. Орау. Кучикне: ялт! утса ярать (откидывает). БАБ. Лаша ун çинчен, ута (сено) ялт сирсе ячĕ, тет (отшвырнула). || Подр. скачку. Магн. Яш ачасам ялт та ялт (скачут), сарай алăк шолт, шолт, шолт! Якейк. Каская çапса лартнă савăл ялт сиксе тоххăþ. Ч.К. Ман тиха сасартăк темĕрен хăрарĕ те, кутне: ялт! сиктерчĕ те, мана çат! тутарса хăварчĕ. Урмай. Çак сумахсене илтсен, анчăк çури ялт анчах тухса сикрĕ, тет, вăрманалла. Сорм-Вар. Кусса пынă çĕртрех пĕр шăтăка ялт! сикрĕ, тет (клубок). Альш. Вăл качака пек ялт-кăна сиксе каçнă (перепрыгнул). N. Савăннă хăй, ялт! ялт! сиксе çӳрет. Ашшĕ-амăшне. Лисахви ялтах сиксе кайса (вздрогнув), ăна хирĕç: аван пурăнатăп-ха! тенĕ. ЙОН. Амăш атан пуснă чух, урам урлă ялт та ялт, çампа тӳшек çук пулнă. Ашшĕ така пуснă чух, урам урлă йăлт та йăлт, çампа тăлăп сук пулнă. || Подр. отрывистому движению пламени. Сред. Юм. Пошар пит вăйлă пȏлас, вăт çути контанах ялт-ялт туса корнать. Тим.-к. Янасал ялт-ялт, кураскил (чит. Ураскилт) хат-хат. (Çиçĕмпе аçа). Орау. Насусне уçланă чухне, вут çулăмĕ вучахĕнчен уçланă майĕпе ялт, ялт, ялт! туса тухать. Когда качают насосом, то пламя в очаге то вспыхивает, то погасает. IЬ. Çиçем çиçрĕ те, ялтах (jалдах) çутатса ячĕ (сразу осветило). См. МКП 10, 11, 48, 49.

ялхах

(jалhах), плена; слизь. Трахома. Пĕр уйăх иртет, иккĕ те иртет, хай куç шăрçине кăвак ялхах карса та илет. Тюрл. Ачан варсем пăсăлсассăн ялхах чĕкĕрет (испражняется слизью). Чертаг. Ялхах йȏхтарать (животное во время течки). || Hymen. Буин. Ялхахĕ татăлат, теççĕ.

ямăт

(jамы̆т), готовый. См. янтă. Истор. Хресченсем: улпут ĕçĕ, тесе, ĕçе çиелтен анчах ĕçленĕ; улпучĕсем те, ямăта вĕреннĕскерсем, тăрăшман. Ч.П. Ямăт мула ĕмĕтленсе, пуян çын хĕрне ан тапăнăр. СПВВ. Х. Ямăт, ямăттине, янтă, ямăтлас, янтлас. КС. Ямăтранах пуйрĕ. Разбогател чужим добром (но законно). Орау. Ямăтранах пуйрĕ (чужим добром, но законно, напр. женитьбою). IЬ. Çын ямăчĕпе пуййĕрç (= пуйрĕç) вĕсем, разбогатели чужим добром (готовым). М.А. 74. Епле вăл ямăтран тупасшăн? терĕç илтлекенсем. Сир. 132. Çыннăн асаппа пухăннă ямăтне çăтса яраймĕ вăл, калла кăларса парĕ; пурлăхĕ тăрăх унăн тӳлĕвĕ пулĕ, савăнсах тараймĕ вăл. Сред. Юм. Тăван пиччĕшĕн мар, ытти ашшĕпе, амăшпе пĕр тăвансĕн çȏрчĕйĕрĕ, ытти япаласем те ȏна йȏлсан: ямăт йȏлнă, теççĕ. Следовательно, ямăт означает имущество, оставшееся после родственников, не живущих в одном доме. Однако, если родители до своей смерти не выделили сыну имения, которое он должен бы получить, и он получает его лишь после их смерти, то это не будет «ямăт». IЬ. Ямăта-çиç пăхать. Все даровое хочет получать. Вĕлле хурчĕ. Вĕсем (сăрăсем) вĕллере те, тулта та нимскер те тумаççе, ямăт апат çиеççĕ те, сĕрлесе-çеç лараççĕ. N. Эпир соха сохаласа çӳреппĕр, эсĕ конта ямăтран икерч çисе ларатăн. N. Теприсем пыраççĕ те: ха! ха! ямăттине йышăнать! теççĕ. Другие подходят и говорят: «Смотри-ка, он присваивает себе готовое?».

ямлăлтат

(jамбы̆лдат), бултыхаться (о рыбе). К.-Кушки. Пĕр пулли чĕрех (все еще жива), витрере ямпăлтатса çӳрет.

ямпăлтаттар

(jамбы̆лдаттар), шевырять. СТИК. Хирте пĕр шăтăк тĕл пултăм та, патак чиксе ярса, ямпăлтаттарса пăхрăм (= пăтратрăм). || Махать (хвостом; о теленке). К.-Кушки.

ямшăк ачи

кучеренок (мальчик, едущий за кучера лет до 13 не более). Изамб. Т. Хăтăш, тăхлачĕш, тата пĕр ямшăк ачи.

янăрт

то же, что янăрат, наполнять шумом, звоном, звуком; шуметь. N. † Хăта пахчи пысăк пахча, шупчăк (= шăпчăк) юрлат — янăртат. Сред. Юм. Паçăр пырса кĕчĕ вăрмана пĕр ȏшкăн хĕр-арăм та, пĕтĕм вăрманĕпех йȏрра янăртаççĕ анчах. Янш.-Норв. † Аслă улăхра куккук авăтать, хура вăрман çине янăртать (Эхо направляется в лес). Ч.С. Лаша кӳлсе, хăнкрав çакса, масар çине вилĕсене асăнма янăртса каяççĕ (едут с шумом). Изамб. Т. Усем (они) каçхине ял тăрăх янăртса юрласа çӳреççĕ. Тюрл. Янăртса ларать (на волынке). || Петь. М. Васильев. Янăрт ĕнтĕ, пичей! тет. Тайба. † Савни анать шыв хĕрне, сассипеле янăртса. Сред. Юм. Пахчана тȏхса ларнă та, çĕр çĕмĕрсе йȏрра янăртса лараççĕ. || Звездануть (сильно ударить). Сред. Юм. Янăртса яр (звездани). «Означает сильный удар по уху». . Холха-чиккинчен янăртса ячĕ. («Звук при ударе по уху»). Нюш-к. Янăртса ил, ударить (по лицу).

янк

(ҥк, jанк), подраж. отрывистому звонкому звуку. См. МКП. 40. М. Сунч. Пӳртре Раман пичче йĕни (плач) урама янках (ясно) илтĕнеччĕ. || Подр. звонкому удару ладонью. Орау. Эпĕ пĕр 9-та, 10-ра чухне: ай-яй сан сухал аван, тесе, сухалне тыткаласа тăрап. Тепри, вылятакантарах старик: сухала ахаль тыттармаççĕ, сухала тытакана çупаççĕ, терĕ. Унччен те пулмарĕ, хай ман сухал хуçи мана сылтăм аллипе питрен: янк! çупса ячĕ. Епле ăса кӳртеççĕ айвансене! || Также подр. выпиванию сразу, до капли, начисто. Сред. Юм. Эрех черкки алла лексен, пит котăнах ямас (не чванится), янк çиç ярать. || Настежь. Хурамал. Алăка янках уççа пăрахнă. Дверь растворена настежь. Сред. Юм. Алăка янках уçса ан пăрахăр, сиввĕ (= сивĕ) кĕрет. Не отворяйте дверь, холод идет. || Открыто, ясно (также и о небе). СТИК. Ку пӳрт янках уçă тăрат (не защищена от ветра внутри). Сам. 56. Аслă улăх пĕр енпе тырă уйĕ янк выртать. Сĕт-к. Йĕри-тавра ялсам янках корнаççĕ. СПВВ. ПВ. Янк кăтартат, выртат (открыто). Кан. 28, № 197. Хĕвел çӳле хăпарни янках курăнчĕ. Тюрл. Янках корăнать. Видно ясно. Сир. 330. Çав карап кĕлеткисем тинĕс çинче çӳрекенсене янках курăнса ларнă. Посл. 209,13. Унăн куçĕсем умĕнче пурте çаппа-çарамас, янках. Янш.-Норв. Янк (ҥк) çутăличчен, до полного рассвета. См. яр çутăличчен. Çиç. çиçрĕ кĕмс. 70. Тăп-тăрă пĕлĕт тӳпи янках, уçă выртать. Показывает на полную остужённость или пустоту жилища. Сред. Юм. Чӳречене уçса пăрахнă та, пӳрте янках сивĕтсе янă. Открыли окно и совершенно остудили избу. Янках также показывает, что изба пуста и в ней раздается голос. || Подр. быстрому отвесному падению сорвавшегося предмета. Якейк. Эпĕр çыр (чит. с'ир) хĕррипа пынă чох, ман йолташ çыра (с'ира) янк анса карĕ (быстро сорвался в овраг). N. Урамран пынă чухне, ура сакăлтана (с уступа) янках анса карĕ, пĕтĕм ăш-чик кисренчĕ. N. Кайран пăртак шаларах (подальше) кĕрес терĕм те, янках анса карăм (в глубокое место в воде).

янкăлт

(ҥгы̆лт), подр. быстрому проглатыванию. Шорк. Пĕр çăмартана нимĕн вырăнне те хумасть, янкăлтах (сразу) çăтса ярать.

янкăлтик

(ҥгы̆лδиык), подр. быстрому проглатыванию густоватой массы. Шорк. Пĕр кашăк пыл хыпрĕ те, янкăлтик! çăтса ячĕ.

янтал

(jандал), назв. дорогих бус; по словам одного человека — янтарь. Якейк. Янтал — хаклă юшши шăрçа (один говорит ― янтарь). Зап. ВНО. † Таçти хĕрсем така пек, пирĕн ял хĕрсем янтал пек. ЙОН. † Ялăм-ялăм янтал пак, пусăм-килĕм пустав пак; тухса кĕме пĕр савăк (scr. савак). Якейк. † Ялăм-ялăм янтал пак, ятарласа çӳримарăм, ятарласа уйăрăлтăм. Сёт-к. † Ялăм-йышăм янтал пак-ччĕ, ятарласа çӳрес чох салтак турĕç, мĕн тăвас? Ним тума та ним те çок. Курм. † Ялăм-ялăм янтал пак, епле уйăрăлса каям-ши? Яргуньк. † Ялăм-йышăм янтал пак, пусăм-киршăм (sic!) пуста пак. Ала 31 † Ялăм-йышăм янтал пекч, пусăм-килĕм пустав пек. (Солд. п.)

янтура

(jандура), повидимому, некогда личн. имя мужч. Изамб. Т. Янтура йытти пĕр катăк мимĕршĕн шывва кайса вилнĕ. (Послов.).

янтăрат

(jандрат), понуд. ф. от янтăра. Ч.П. Янтăратса (галдя) пыраççĕ ăрампа (ачасем). Уравăш 1. Халĕ ĕнтĕ мăнастир... Сăр вăрманин хĕрринче, Вăрнар шывин пĕр енче... янтăраса пĕр ларать.

япала

(jабала), вещь; предмет; дело. Чтен. по пчел. №. 17. Ăвăс ытти япаласем тунă çĕре те каять, тата япала кĕлеткисем-мĕнсем (фигуры, изображения) тăваççĕ. Орау. Япала тыт та явала! (Бессмысленное изречение; говорится от нечего делать.) Юрк. Япалана пас вăйлă тытсан, ăшă пулат. Если на предметах сильный иней, то будет тепло. КС. Унтан халĕ аната куçарчĕ пӳртне, урăх япалана куçарман халь. Чхĕйп. Çĕр çине мĕн чул шăтнă япала (всё, что...) хĕвел, çăмăр, сылăм, çил — çак тăват япала тăрăх усă кӳрсе тăраççĕ. Шурăм-п. № 19. Çĕнĕ уйăх курсан, ура айĕнчи япалана çывăрма выртнă чуне пуç айне хумалла. Вара тĕлĕкре мен-те-пулин курăнать, тет. Регули 97. Эп она парассине япала (надо: парас япалана) кăтартса. Ib. 1266. Япалан пăхса парăп. Ib. 864. Онтан исе килнĕ япалана (япаласене) порне те кайлах еççе пар. Ib. 675. Вăл япаласене, туса пĕтернисене, киле исе килес; тунă япалисене киле исе килес. Орау. Хă вăн çук япала çав ĕнт çав; темиçе çынтан ыйтсан та, пĕри памарĕç; мĕнле алăпăр-ха ĕнт? Если у тебя не имеется вещи, то всегда бывает так. К скольким людям ни обращался, ни один не дал; как уж будем подсеивать? Хыпар № 22, 1906. Кайран, пĕр ирхине, Питĕре пырса çитрĕмĕр. Чейсем ĕçкелерĕмĕр-те, япаламăр пеккисене илсе, хайхи двореца шырама тухса кайрăмăр. Юрк. Пĕре те çапла балыка кӳртсе парăр, тесе, ыйтат иккĕ те ыйтат. Балыка, килте çук япалана, арăмĕ мар, никам та пырса лартакан çук. СТИК. Хай пирĕн япала ăнмарĕ пулас! У нас видно с тобой дело-то не выгорело (не удалось). Сред. Юм. Килтисĕне систермесĕр çынна япала пуçĕпех пара-пара яракан çынна: япала кăларать, теççĕ. N. Кил-хе конта, япала парăп сана. Иди-ка сюда, я тебя угощу («дам одну вещь», т. е. изобью). || Существо. Ч.С. Хай ніçта сиен-мĕн туман япалана кăкарса, асаплантарса тытнăран, луç мана çавăнпа ытла та шелĕн туйăнчĕ. Орау. Шатун, пушан япала, часах ывăнать (о лошади). N. Ĕлĕк пĕрне, пахча çаратма кайсан, тытнă, тет те, питĕ хытă хĕненĕ, тет. Çак япала, киле таврăнсан, хăй тĕлĕшшĕн калаçса выртать, тет: хырăмна пула çурăму тем курĕ çав, тесе выртать, тет, ыратнипе. Как-то давно, одного, попавшегося в саду в воровстве яблоков, здорово побили. Он, возвратившись домой, улегся в постель и разговаривает сам с собою: «Ради брюха, говорит, не знаю что потерпит спина!». Юрк. Ку çапла çăкăра тăпрапа тусан çинчен сĕтĕрсе илнине ăнсăртран пуп курат та, тытăнат кăна ятлама: итле-халĕ, ухмах япала, çăкăра, çапла иртĕнсе, тусан çинче çĕмĕрсе çӳреççи-мĕн? Ст. Чек. Мана хай япала (из это существо) ятпа чĕне пуçларĕ. Панклеи. Мĕн пор чонлă япаласанчен... (из живых существ). || Материя (ткань). Изамб. Т. Тата пасар япали илсе халат (поддевку) çĕлетеççĕ. || Приданное (у девушки). Абыз. † Тавай пире япала урапа кашти авăначчен. Пизип. † Икĕ тур лаши, ай, туртара, икĕ тур лаши, ай, туртара; шур япали урăпа çинче, сакăр сурăх, ай, саранче. Ала 8°. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук, анчах хĕрин япали çук. || Вещество и пр. О сохр. здор. Чăх-чĕппи çăмарта ăшĕнчен тухать те, вара çăмартанăн хуппи анчах тăрса юлать. Çăмартари япаласем пĕтĕмпех пĕтеççĕ. || Товар. Чăв. й. пур. 22°. Хăй япалапа сутă тăваччĕ. Сам он торговал. Юрк. Ку япалушăн мĕн хак ыйтатăн? Что просишь за эту вещь? || Во мн. ч.—имущество, пожитки. К.-Кушки. Выçлăхра пĕтĕм япалисене сутса пĕтернĕ. || Говорят про пищу. НТЧ. Манăн нимĕн çимелли япала та пулмарĕ. У меня не случилось при себе ничего съестного. || Иногда не переводится. Беседа чув. 11. Мĕн çĕнĕ япала пур? Что есть нового? || Причина. О сохр. здор. Тĕрлĕ чир тĕрлĕ япаларан пулать. Разные болезни бывают от различных причин. || Необыкновенная вещь, диковина. Завражн. Ак япала! Какая штука-то! (Говорят, когда услышат нечто удивительное). Альш. Акă япала! Кунта мăкшăсем те пур иккен! Вот так штука! Оказывается, здесь есть и мордва! || Penis. Курм. † Пирĕн Яккувăн япали молкач пичи япали пак анчах. || Яд, отрава. Хыпар № 44, 1906. Колымскра иккĕмĕш çул пурăннă чухне, вăл япала ĕçсе вилме тапратрĕ, анчах ăна сиссе çăлчĕç. || Вредная вещь. Злой дух. Ст. Чек. Эй турă, тĕрлĕ япаларан (подразумевают «тĕрлĕ усалтан») хăтар пире. Хыпар № 29, 1906. Айван чура сапах доктор патне кайма пĕлмест: япаларан мар-ши? тесе юмăçа каять. || Нередко получает обобщающее значение. Панклеи. Сирн ку холара пăр хăрăк хорăн тонкати-япала пор-и? У вас есть в этом городе какой-нибудь сухой березовый пень? Якейк. Эп онтан кашнинчех иртсе çӳретĕп, анчах çын-япала кормастăп. Я там каждый раз прохожу, но никаких людей не встречаю. КС. Хула-япалана каяс пулсассăн... Если придется поехать в город и т. п. Хыпар № 2, 1906. Эрех-япала суйланă чухне (при выборах) ан пултăр. || С афф. притяж. 2-го и 3-го гл. ставится в некоторых чувашизмах. Ч.С. Пыраттăм ĕнтĕ, сасартăк хам умрах темĕскер хуп-хура тăнă пек туйĕнчĕ те ман çан-çурăм çӳçенсе кайрĕ. Лашу-япалу (куда тебе тут и лошадь и всё!...)! каялла чупа патăм. N. Пирĕн ват асатте — кăшăлу-япалу!.. киле пăрахса тавăрăннă, тет. Орау. Мун-куну-япалу... вĕççĕрĕ! Пролетела (твоя) пасха. Чув. тексты № 2, 513. Пасара карни? — Карăм. Мĕн илтĕн? — Пăрçа илтĕм. — Ак телей! — Телейи-япали (какое тут счастье!); кĕпер урлă каçрăм та, тăкăнчĕ-карĕ. — Акă сиян!—Сияни-япали (какой там убыток!)! тепĕр кунне кайса пăхрăм та, тӳшек пек выртать... || Иногда заменяет афф. -скер или же ставится вместе с ним; при этом речь иногда получает иронический оттенок. Демид. Икĕшĕ те мимо ярса курман япаласем пулнă. Оба они никогда не стреляли мимо цели. Уфим. Пирĕн чăвашсен хăтараканĕ ватман япала. Хĕрлĕ Урал. Пĕччен япала (будучи одна), шырама часах тухайман. Юрк. Чи аслă ывăлĕ, Митукĕ, наянтарах япала, ĕçе пит çемçе çын пулнă. N. Пит вăтанакан япала эпĕ. Я очень стеснительный человек. N. Пит намăслă япала тата. Орау. Раштавччен тухмалла япала, Мункунччен те тухмарĕ (напр. книга). КС. Вара мана халиччен ĕненмен япалана ĕнентерчĕç (заставили поверить в то, во что...); çын кураймасăр котун туса панă, терĕçĕ (испортил животных кто-то). Орау. Çамрăк япала, нумай кирлим ăна? — тата тепĕр-ик стаккан ĕçсенех, вилмелле (относительно выпивки). Ib. Хай, ӳссĕр япала, çулне-йĕрне паллайман. А он, пьяный, не мог определить дороги. Юрк. Пирĕн ăспа пулсан «Пулăхар» каçичĕ те, çĕнĕ япаласкер чăвашсенĕн кăмăлне пит килме кирлĕ-чĕ. Ib. Чăваш хĕрĕ пит таса япала, вăйлăскер, арçын вырăнне ĕçлесе çӳренĕ. Чувашская девушка, очень здоровая и сильная, работала за мужика. Йӳç. такăнт. 33. Эй, кум! Пĕрле ӳснĕ япала, халь те пĕрле пурăнар! Изамб. Т. Тӳрленсе çитмен япала тепле тăранĕ вара? Орау. Паян пĕр авăн çапрăмăр та, хĕллехи япала, тырри чĕрĕлсе кĕрет вăн; çулана çитмест çав вăл авăн тавраш, ун чух авăн та кирлĕ мар — хлупут çук. Ib. Кĕр-куннехи япала, сĕткен типнĕскер, сĕвĕнмест вăн пушăчĕ. Альш. Унтан вара пурама пуçланă япалана пăстармарĕ (так как здание уже начали рубить). || Часто переводится местоимениями нечто, что-нибудь, ничто и др. Ч.С. Анчах ал-валли çиекенсем пурте, ача ятне асăнса, япала (что-нибудь) хураççĕ (на зубок). N. Аллăна япала-мĕн тăрăнчим апла? Ты наткнул чем-нибудь руку? Ашшĕ-амăшне. Атте, япала (что-нибудь)-мĕн кирлĕ мар-и сана? Т. Исаев. Пĕр-пĕр япала пулсан. Если что-нибудь случится (неприятное). N. Мана çиме япалăр çук-ши? Т. Григорьева. Япала илнĕ чух çынтан ыйтмасăр ан ил, теççĕ. Когда хочешь взять у кого-нибудь что-либо, то не бери, не спрося, без разрешенья. (Послов.) Хыпар № 12, 1906. Э-э-эх! тетĕп. Ку чăвашăн пĕр япалине пăхса та савăнма çук иккен, тетĕп. Юрк. Хайхи Митук пĕр япаласăр тăрса юлнă (остался ни с чем). Череп. Япала тухмас. Толку не будет. Макка 202. Унти вутсене (огни) пĕр япала хăвармиччен сӳнтереççĕ. Альш. Япала пĕр хуйхăсăр пулмас, теççĕ. Ничто не дается без заботы. Юрк. Çак уйăхра, пушă вăхăтра, пĕр япала çырса ярашшăн. В этом месяце, в свободное время, хотелось бы написать одну вещь и послать ее. Макка 202. Вăл мăн чӳк тунă çĕре пĕр ялтан пилĕк çын хăвараççĕ, вĕсем вара çĕрле, мĕн-мĕн япала курăннине пăхса, сыхласа тăраççĕ. О сохр. здор. Мĕшĕн макăрнине пĕлсе, таврашне тӳрлетĕр те, япала ыратнипе макăрмасть пулсан... N. Япала ыратат, ыратман япала çук. Все тело болит. Тет. Вăл мана пĕр-пĕр япалу сикмен-и? (не свихнул-ли что?), тесе ыйтрĕ. Упа 589. Аккасем каларĕç: япала ыратмари? терĕç. Эпĕ: пăртак ура ыратрĕ (ушиб ногу) те, урăх ним те ыратмарĕ, терĕм. О сохр. здор. Унăн (у ребенка) пĕр япала (что-нибудь) ыратмасан, вăл нихçан та макăрмасть. Альш. Унтан чарăнаççĕ (перестают петь) те, çавăнтах пĕр-пĕр япалалла-мĕнле выляса илеççĕ хĕрсемпе каччăсем. См. епеле.

япăлтат

(jабы̆лдат), быстро ходить (о рыбе). Изамб. Т. Пулă япăлтатса çӳрет (быстро ходит). || Быть непоседой, сплетником. N. Лăпкă пĕр вырăнта тăра пĕлмен çынна, çын çинчен çисе, калаçса çӳрекен çынна: япăлтатса çӳрет, теççĕ.

япăх

(jабы̆х), отощать. СПВВ. † Кунĕн те çĕрĕн çăмăр çăват, япăхмĕ-ши пăлан пăрушĕ? Дни и ночи дождь идет, не отощает ли олененок? Сунчел. † Шăпăр, шăпăр çăмăр çăвать, япăхмас-ши пăланăн пăрушсем. Ст. Чек. Лаша ялан ĕçленипе япăхрĕ. От постоянной работы лошадь отощала. Ib. Япăхат = начарланат. || Становиться плохим: придти в упадок, в плохое состояние. В. Олг. Япăх — прийти в ветхость (напр. о крыше на строении). Питушк. Япăхнă, этем пăхмалли те çук (çурт etc.), пит япăх (adject.). Календ. 1906. Япăхнă, кивĕ йывăç пахчине епле çамрăклатасси çинчен. Орау. Япăхрĕ унăн килĕ, теççĕ, пĕр-пĕр çынăн килĕ-çурчĕ юхăнсан (пришел в упадок от непочинки и пр.). Ильк. Япăхать — становится плохим. || Стать плохим, непрочным; устать, исхвораться. А. Турх. Ăй, йăлтах япăхрĕ! (о больном). КС. Япăхса карĕ. «Из границ вышел». || Начать плохо одеваться. Шибач. Япăхса кайрĕ хăвана хăва (плохо одевается). || Быть покинутым, заброшенным. Духовн. паст. Мĕскĕнсене, урамра-япăхса выртакансене... Сред. Юм. Япăхса выртать, тесе, кирек мĕн япала нăмай полса, ахаль, вырткаласа çӳресен, калаççĕ. Ib. Õрамра тем чол вăт-шанкă япăхса выртать. || Скучать. Зап. ВНО. Япăхас — скучать. N. † Япăхсассăн, юрласа яр; юрласан; кăмăл уçăлат. Соскучишься — запой песню; споешь — станет легче на сердце. Ст. Чек. Ăрамалла кай япăхнăран (от скуки иди на улицу). Ст. Шаймурз. † Ан япăхсам, тусăм, салам яр. Не скучай, друг, присылай привет. Юрк. Ĕçсен-ĕçсен, нимĕн тума пĕлмесĕр, япăхса: атьăр тата, тепĕр хулана кайса, унта тата çапла пит хытă ĕçер! теççĕ. Кн. для. чт. 14. Хĕлип пӳртре пĕччен ларса япăхнă. Филипп, сидя дома один, соскучился. || Измучиться. Юрк. Санран куллен-кун çыру кĕтсе тăрса, пĕтĕмпе япăхса пĕтрĕм (в ожидании письма измучился). N. Ларса кайсан та, эсĕ унта япăхăн. Если и поедешь в экипаже, всĕ-равно измучишься. || Отстать (от работы). СТИК. Кăтруçăн вăл тем ĕçрен чис япăхрĕ, ĕç кутне пырса перĕнмес ĕнтĕ (отстал от работы). || Ст. Чек. Шыв хут çинче япăхат(?). || Голодать. СПВВ. ГЕ. Япăхас = выçăхас.

яр

(jар), пустить, отпустить, допустить, отпустить, упустить, выпустить, распустить, пустить в ход, класть. См. ер. К.-Кушки. Кашкăра сурăхсем хушшине яр-ха! Курăн вара, пĕр сурăхă та картăнта юлмĕ. Пусти-ка волка к овцам, останешься без овец. Чураль-к. † Çакă ялăн хĕрĕсем ним парса та ямаççĕ (не допускают). Беседа чув. 15. Хăшĕ шыва кĕреччĕç, хăшĕ пĕчĕкçĕ кимĕ туса яраччĕç. Мижула. Пĕр урамра темиçе пĕве пĕвелеççĕ; малтанхин пĕви толсан, ярать те, кайрисен пĕвисене татса каять. К.-Кушки. Эс мĕшĕн сахăр ярса ĕçместĕн? Почему ты не пьешь (чай) внакладку? М. Тув. † Хĕрĕх пуспа алă пусне алран ярас килимаçть (не хочется выпустить из рук). Орау. Хĕресе çакăнталла ярас пуль (п. на грудь), тек çурăма ыраттарса çӳрет (о нашейном кресте). Тяпт. Çав карапран пир ячĕç, тет (спустили холст). Толст. Эпĕ патиене пусса ятăм, анса ил-ха. Я упустила бадью в колодец, слезь и возьми. Яргуньк. Хайхи çын, вилнĕ çынна илсе, Сăра (т. е. Сăрра, в реку Суру) яма карĕ, тет. М. Васильев № 34. Вара ялти çынсем, тертленсе, она сакайĕнчен сĕтĕрсе кăларса, пĕр тарăн çырма хĕрĕнчи ват хорама котне кайса янă (пустили к корню старого вяза). Орау. Пĕр хĕр кепи аркине тавăрнă та, аялалла пăхса тăраччĕ. Мана курчĕ те, лăштах ячĕ, — вăтанчĕ, курнать. Юрк. Ĕнер эсĕ ман çине пит нумай сивĕ ярсаттăн (напустил холоду); курăсăн, авă паян та кăмакасем çумĕнче ăшăнаймастăп! Орау. Ача тунă та, ачине пĕвене янă. Родила ребенка и пустила его в пруд (т. е. утопила). Пазух. Курки калать: тыт, тесе, сăри калать: ĕç, тесе; сăрине янă хăмлисем те, килнĕ мĕн-çке хăнисем. П. Сунар. † Хора пиншак йӳле ятăмăр (нараспашку), ăна мĕшĕн йӳле ятăмăр, кĕрен кĕпе курăнмашкăн. К.-Кушки. Кĕпе çухине ярса çӳрет (не застегивает). Абыз. Нарт, нарт кăвакал Атăл варинче, ик çунатне шарт, шарт çапать, Атăл хĕрне хум ярать. Пуçтарнăр, ачасем, ман пата. (Чан çапни). N. Чей çине яраççĕ. Пускают в чай. Чаду-к. Пирĕн ялсам пĕр çын вăрмана лаша яма кайнă (чтобы пустить пастись). N. † Хамăр тăван янă чух, çитеймерĕм чыспала. К.-Кушки. Çунийĕ кайман, ăна вĕсем тăххăрĕш те нимпе те ярайман (не могли заставить двигаться, катиться). Т. М. Матв. Атăл тĕпне ахах ятăм. (Хурана тăвар яни). Сред. Юм. Çăвартан тытса янă-и мĕн сана? Насильно, что ли, тебе в рот влили? (Говорят пьяным людям). Якейк. Янă-яманах сӳнсе ларать (лучина в самоваре). Абыз. Кантăк витĕр ĕс (надо: йĕс) кĕвенте янă. (Хĕвел пăхни). N. Яшка çине яма сухан та пур. Ч.К. † Ытса, ытса памасан (пуян инке), турă ятăр каялла (т. е. пусть ее богатство уменьшится). Ч.П. Халат кăсйи тарăн мар, мăйăр яма (класть) пит аван. Юрк. Мана И.И. ярасса ячĕ те, сире те ярĕ, темĕн çав. Меня-то И.И. отпустил, но едва ли только он отпустит вас. Чăв. й. пур. 36°. Акă епле, вăл выхăта эсĕ малтан икĕ хăлаç алт, унтан вара пĕр çын тупса яр; çын тупса ярсан, вара укçана ăлавĕпех: тие, тенĕ. Синьял. † Куçăма ятăм ирĕке, сар ачасем суйлама. Пустила глаза на свободу — выбирать красивых парней. Бугурусл. Эпĕ хăранипе (со страха) лашасене сиккипе ятăм (пустил вскачь). Яргуньк. Первый Иван вĕчĕ (= вĕрчĕ), тит (пустил струю воздуха) те, ултă çухрăм ячĕ, тит; кайран ĕçлен вĕчĕ, тит те, виçĕ çухрăм ячĕ, тит. Вара тапратрĕç, тит (драться). Ib. † Вăйăран вăйя çӳрерĕм, хам савнине ямарăм. Ходил по хороводам, но не упустил своей любимой. || Прибавлять. С. Дув. † Ĕнте вăрман кашлать, вăрман кашлать, туратран турата ярасшăн. || Попускать. Ст. Шаймурз. Турă ямасан (если не попустит), тăшман. çĕнтереймест. || Сбывать с рук (плохой товар и т. п.). М. Яуш. Эпĕ сан тавара яма пĕлетĕп (могу сбыть, спустить с рук). N. Пĕрне лартса хăвартăм, нимпе те яримастăм вăл çитмĕл пуса. Одного надул, а то никак не мог сбыть с рук этот двугривенный. N. Усал укçана аран-аран ятăм. Фальшивую монету насилу сплавил. || Забивать. Çакăнтан тепĕр пăта ямала (забить гвоздь), вара тăн-тăн (крепко) пулать. || Повесить. Альш. Хăлхине ярать хăшĕ арçын та хăлхалки (серьги). N. Эс сар шерепи яни-ха? Халь яма мар, шерепине те çыхса пĕтермен. N. Хĕрсем çула тĕр тăвнă чух, пĕри ыйтать: эсĕ сар шерепи яни-ха? Якейк. (Хĕр) пилĕкнех порçăн хырмоли çыхать, кот хыçне сарă çакать: хӳре вырнне ленттĕсем яраççĕ; çорăм хыçне мăйăран ялав çакаççĕ. (Хĕр-арăм юсав). || Отделывать, украшать. Шаймурз. † Хура шаль туттăрăн ярапине чистă пурçăн ярса тултартăм. Якейк. † Ăшне кĕмĕл янă, тет, толне порçăн тортнă, тет. (О бочке). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша таврашĕ пушăт, курăс мар, пуринĕн те чĕн хăмăтсем, шуçпа янă чĕн кутлăхсем. || Распустить (слух и т. п.). N. Ят яр, распустить дурную славу, молву. Ст. Шаймурз. † Ай-уй, савнă тусăм, хура куçăм, ятна яла ярса (распустив про себя дурную славу), эс култартăн. Сред. Юм. Ху ятна ху ярса çӳрен. Свое имя порочишь. || Дать волю (языку). Сред. Юм. Чĕлхене ытла пит янă-çке вара эсĕ. (Говорят тому, кто говорит другим обидные слова). || Стрелять. N. Эпĕ ун чух патруль-ччĕ, хулара çӳреттĕм; хаярăн кăшкăра-кăшкăра аран чартăм войскана: пĕр-маях яраççĕ (стреляют). || Ударить. Орау. Чутах ярать-чĕ чукмарпа. Дубиною чуть не хватил. || Расстегивать, расстегнуть, отцепить, распутать. Упа 719. Эпĕ çĕлĕке хыврăм, тӳммесене ятăм. Я снял шапку и расстегнулся. Толст. Çав çаклатнине (крючек у двери) ярас тесе, сикрĕ-сикрĕ, тет, ку, ниепле çитсе яраймарĕ, тет (никак не мог отдеть). || Пустить (в общее пользование). Хыпар № 31—2, 1906. Эпир çĕре нихăçан та яла ярса (пустив в общее пользование), çĕнĕпе туса уйăрман. || Удлинять. Ст. Чек. Унта кĕпесене урăхларах çелеççĕ, аркисене вăрăмрах яраççĕ (подол пускают длиннее). || Позволять, допускать. Юрк. Шыв ăсма ямаççĕ. Не позволяют брать воды (из своего колодца). О сохр. здор. Çын скарлатинапа чирлесессĕн, унăн пырĕ çăтма ями ыратакан пулать. Яжутк. Хуçи патшаран ыйтать, тет: мана япала сутма яратри-ха? тесе, каларĕ, тет. || Проводить (дорогу, электричество). Чув. календ. 1911. Халĕ электричествана пĕр вырăнтан тепĕр вырăна темиçе çухрăма яма пултараççĕ. Теперь электричество проводят с одного места на другое на много верст. Разум. Аслă çула Куснар çĕрĕ витĕр ямалла тунă. Сделал так (добился того), что дорога должна была пройти по земле селения Коснар. || Прислать, послать. Псалм. 106,20. Вăл хăй сăмахне янă (послал), вĕсене сыватнă. Сала 36. Ирхине ирех Емелене арăмĕ кĕреçе панă та, çырма (канаву) тума янă. || Отправлять. Якейк. Вăл Чол-Холая паршăпа нумай тырă янă. Он отправил в Нижний на баржах много хлеба. || Сваливать на другого (т. е. указывать на недостатки и др.). Альш. Малтан хĕрне тӳррех калассине ялĕ çине яра-яра калаççĕ; унтан кайран-кайран тӳррех хĕрĕ ятне каласах та юрлаççĕ. || Проигрывать (в деньги, в игре). Петĕр виç тенкĕ картла выляса янă. Петр проиграл в карты 3 рубля. || Тратить? Сред. Юм. || Продолжить, продлить. Якейк. Эпĕр теçеттина ир пуçларăмăр та, каçчен ямарăмăр, каçхи апатчен пĕтертемĕр (сжали до ужина). Хыпар № 9, 1906. Çапла пĕр куна та ямарĕç (даже дня не проработали), кĕпере йăлт туса пĕтерчĕç. || Завести (часы; так у многих); пустить в ход (машину и пр.). К.-Кушки. Чассие ятăм та, сĕтеле хутăм. Я завел часы и положил их в стол. Ib. Паян армана янă иккен (пустили в ход). || Возложить; налагать. Хыпар № 42, 1906. Налогсене чиновниксем ямалла мар, халăх суйланă депутатсем ямалла тăвĕç. Янтик. У укçана (тулăка, т. е. долг) халь ĕнтĕ халăх çине янă, хăй татайман пирки. Этот его долг возложили на общество, так как он сам уплатить не мог. || Лить. СТИК. Стаккана (витрене) шыв яр (налить воды). Пирĕн ял 1929, № 16, 4. Çав эрехе пĕр çĕре ярсан, кимĕсемпе ишсе çӳремелли кӳлĕ пулать вĕт. || Лить (о сильном дожде). Никит. Эп витререн янă пек, çăмăр ятăр. Пусть польет дождь так, как я лью из (этого) ведра. Трхбл. Çумăр ячĕ (или: çумăра ячĕ). Дождь пошел (внезапно). || Лить (свечи). Собр. Çăвăнчен (из того сала) çурта ятăм та, çанталăкĕпе сарăлчĕ. || Насыпать. N. Тăпра янă чухне малтан, йывăçа лартиччен, шăтăк тĕпне çерем кассине хуран. N. Ултă виçе урпа яр. N. Эп хутаççине тытса тăтăм, вăл тыррине ярса тăчĕ. || Заставить пройти (болезнь)? Случать. Ст. Чек. Янă кĕсре (то же, что кустарнă). К.-Кушки. Ĕнер хура ăйрăпа янă (çӳретнĕ). Вчера случали вороного жеребца. || Городить (забор). Тим.-к. † Çичĕ хут сапур ямарĕç. || Уничтожить. Сир. Усал кăмăл çĕтĕк-çатăк тăхăннинчен ытла (более) илеме ярать. || Счистить (грязь и пр.). О сохр. здор. Вĕсем, хăйсен ӳчĕсенчен кирĕксене лайăххăн яма-сăрах, кĕпи-йĕмне тăхăнса яраççĕ. || Стирать (резинкой). Янтик. || Выпивать. Никит. Пĕр Иван анчах эрех ĕçмен, ыттисем янă (пили). || Ходить (в карточной игре). Сред. Юм. Яр мана. Ходи ко мне (в игре в карты). || Пуститься во что. Альш. Пырсанах, хваттир хуçине пуççапаççĕ хĕрĕсем; яраççĕ унтан ташша (пускаются в пляс). Абаш. Майралла яр! (говорят женщине). Пляши по-русски! Альш. Хапхаран тухнă-тухманах ярать пурте юрра. N. Акă лашисем ячĕç, тет, ташша. Вот лошади пустились в пляс. СТИК. Ват çын пек юрра ятăн ĕнтĕ! Пазух. Икĕ сар хĕр кăмăлне вăрăм çула кайрăмăр, орган купăс куртăмăр, тăрса ташша ятăмăр. || Ăйха ячĕ вăл! Здорово спал. || Употребляется в качестве вспомог. гл. Ч.П. Ешĕл юман касса ятăм, яр хĕррине ӳкертĕм. Ib. Аслă урама тухрăм юрла ятăм (без намерения, почти неожиданно для самого себя), тăшмансен чĕрисене çура ятăм. Альш. † Çамрăках та кăмăлпа кулса яр: манăнах та кăмăлма уçса яр. Альш. Çураçрăмăр, килĕшрĕмĕр те, Элшелĕнченех илсе ятăм эпĕ хĕр. О брачной жизни. Качча илнĕ хĕре хăйсем патĕнчен хăваласа ярса, ăна намăса яраççĕ, пăрахăçа кăларса яраççĕ. Хыпар № 29, 1906. Халĕ пирĕн хăш чухне çумăр та çăвать, анчах, кăшт хĕвел пăхсанах, типĕтсе ярать. Календ. 1904. Унтан, çынна вырса çӳресе, хăйĕнне çил тăкса ярать. Беседа чув. 17. Пурте аллисенче çутнă çуртасем тытса: Христос вильĕмĕнчен чĕрĕлнĕ, тесе, юрласа ярасса хытă кĕтсе тăраççĕ. Юрк. Исправник хăне валли çырса тăмашкăн пĕр тиек тытса ярат. Чуратч. Куртăн-и? тесе, кăшкăрса ячĕ, тет! Хыпар № 16, 1906. Тутар çинчен мана ялти çынсем ак çапла каласа ячĕç. Скотолеч. 26. Унтан шăнасем ларса варласран тикĕт сĕрсе ярас пулать (на зашитую рану). Юрк. Акă пире çырăва вĕрентсе вырăс туса янни! Вот что значит научить нас грамоте и сделать (через это) русскими! N. Ачăна ялан апла хĕнесен, ухмаха кăларса ярăн. Хыпар № 31―2, 1906. Тата чăнах та хăвна-хăв нихăçан та çынна таптаттарса яма юрамасть. Сред. Юм. Тотăр парса яна. [Если родители соглашаются выдать дочь замуж, то тому, кто сватает, дают «тȏтăр» (не платок)]. Сала. Арăмĕ пачăшкăран часрах ултă çĕр тенкĕ илнĕ те, Ивана парса янă. Юрк. Пăхăсăн, начар эрехне çапла урайне сапса ярса, çак начар эрехпе сут тăвакан çынна нимĕнпе айăплама пулса тăнă. В. Тим. † Ытам тулли памасан, ывăтайса ярап, тет. Хыпар № 29, 1906. Вăхăт-вăхăт урапа сасси илтĕнет, е автан авăтса ярать. Б. Яныши. Учĕ сикрĕ те, малти урапи (колеса) перевос çине кĕрчĕ, кайрине йăтса ярмалла (= ямалла) пулчĕ. Скотолеч. 4. Вăл (лошадь) апатне çисе янă-и, яман-и? çавна пăхас пулать. Кн. для чт. 4. Çулпа иртсе пынă чух, хӳме çумĕнче хутаç çакса янă старике курнă. Ядр. Евангелиенĕн корректурине парса яр ман пата, ăна часрах пусма парса ямалла. НАК. Вăл çапла каласассăн, эпĕ: ку хура-кĕсрери киреметĕç пулчĕ ĕнтĕ, пĕтерет ку мана, тесе, аран: кă-кă-кăвакал, тесе ятăм (насилу выговорил). Альш. Вĕрӳçĕ карчăк килте çук; пырса (парса?) ярăттăм, укçи çук. Чураль-к. Пĕр майрана пăхăп та, йĕрĕп-ярăп. (Сухан). N. † Ларма килнĕ (приехавших гостить) хĕрсене, чупса тухса, чуп-ту-яр.

яркала

(jаргала), учащ. ф. от гл яра пар. Янтик. Малтанхи çулне укçа яркаларĕ, кайранхи икĕ çулĕнче пĕр пус та ямарĕ. В первый год время от времени присылал деньги, а в последние два года не присылал ни копейки. Ч.С. Вут лăплансан, нассуссемпе çынсене киле яркаларĕç (услали одного за другим домой).

ярса çул

ярса çăл, косить с размаха. N. † Пирĕн çăва вырăсла; ярса-ярса çăлсассăн, пĕр ытама чух (едва) кĕрет.

ярса тыт

хвататься, ухватиться, схватить. Кан. № 234, 1928. Унтан карчăка та икĕ хут хăмсарса çапнă, анчах карчăк, хăвăрт сиксе тăрса, пуртăран ярса тытнă. N. Пĕр-пĕр япаларан ярса тытса, чарăнас. N. Ăна хăй пĕр шухăшламан çĕртех ярса тытĕç. Н. Карм. Çавăнтах арăслан, чăсăлса, кашкăра ярса тытнă. Сир. Товий пулла ярса тытна та, типĕ çĕре сĕтĕрсе кăларнă. Беседы на м. г. Çын алăкран ярса тытнă та: эй Иисус, пулăш мана! тесе, кăшкăрса янă. || Опустить. Альш. † Ах, аттеçĕм-аннеçĕм! çаран çине тăрсассăн, çаннăма ярса тытмарăм (т. е. не стояла без дела. Хĕр йĕрри.)

яртар

понуд. ф. от гл. яр. Регули 735. Эп пичия яртартăм онта пĕр ача. Ib. 736. Эп пĕр-пĕр çынна яртарам онта. Юрк. Вилетĕп пулĕ, тесе, хăраса, часах пупа илсе килме лаша кӳлтерсе яртарат. || Заставить (духа) освободить от болезни. Çутталла 27. Сана вилĕ тытнă. Вилĕ тытнине яртарма санăн укçу та, пирру та (=пиррӳ те) çук.

яр

подр. плавному движению, движению по прямой линии; подр. яркому свету. Сред. Юм. Манран аякра та мар, пĕр çăлтăр ярр! ярнса анчĕ. Янш.-Норв. Çăлтăр ярр! ӳкрĕ. Звезда упала плавно (с изв. скоростью). В К.-Кушки çăлтăр ярр! анчĕ ― звезда упала, делая продолжительное движение. Альш. Çиçĕм ярр аялла çиçрĕ (прямо вниз). Тет. Çăлтăр ярр! юхса кайрĕ. Янтик. Яр (а произн. почти как о) уяр (значит: на небе нет ни облачка; чистое, голубое небо). КС. Çăлтăр хĕвел-анăç енчен тапранчĕ те, хĕвел-тухăç енне яррр! кайса ӳккĕрĕ. (Падение звезды). Шурăм-п. № 26. Çăлтăр ярр, çутă ӳкерсе, куçран çĕтрĕ. КС. Вут çутти ярах ӳкнĕ (или: çан-çутă ӳкнĕ). Виднеется яркое зарево. Орау. Ярах тул çутăлать, алтансем алтмаççĕ. Уж совсем светает, петухи не поют. Ib. Тул ярах çуталчĕ. Совсем уж рассветало. || Подр. раскрытию настежь, совсем. N. Яр уçат та, яр хупат (окно). БАБ. Унччен те пулмарĕ, тет, çырăк (= çирĕк) яр уçăлса кайрĕ, тет те, Иисуса хăй ăшне лап хупласа илчĕ, тет (когда его преследовали враги, желая убить). Орау. Алăк яр уçăлчĕ те, пĕр ӳссĕр вырăс килчĕ-кĕчĕ. (Ярр выражало бы здесь усиление). Сборн. мол. Вăл вара хăй тумтирне илнĕ те, ярах çурса пăрахнă. Орау. Алăкне ярах уç, тĕтĕмĕ тухтăр. Чхейп. Алăк патнелле тăрса, алăкне ярах уççа пăрахса. Бугульм. † Алăкăра тапрăм, яр уçăлчĕ. N. Алăка ярр! уççа ячĕ. Альш. Пăр яр çурăлса кайрĕ. Лед раскололся по прямой линии, моментально, на большом расстоянии (напр., от одного берега до другого). || Подр. плавному движению (с известной скоростью). КС. Пăр çинче пынă чух ура ярах (сразу) шуса карĕ (скользнула, т. е. поскользнулась). Еково. Ярр тăсăлчĕ. Растянулась (лошадь). 1-ая кн. для чт. 1912, 5. Халран кайнипе хăй (собака) ярах тăсăлса выртнă. Якейк. Хăмла алăран ӳкрĕ те, çӳлелле (вверх) хытă яр вĕçсе карĕ (от ветра). Микушк. Çав тӳрĕ (дух) лекнĕ пусан, яр кай, тет; яр каймасан, тата сулласа ларать (кусок хлеба, надетый на иголку). Н. Карм. † Эп ыр курас пулсассăн, яр, яр (крупным шагом) утса кай, лаша. Ч.П. Çӳçе-пуçа якатса, урам тăрăх яр-яр-яр. (В Янш.-Норв. в этом сл. яр-яр, подр. движениям чел., который прогуливается «с восторгом, с торжеством, с изв. скоростью»). СТИК. Ту çинчен яр ярăнса антăм. Скатился. («Выражает образ действия». В Янш.-Норв. это зн.: скатился плавно и более или менее скоро; по объяснению А. М. Шакмакова (К-Кушки) — скатился быстро). Калашн. Хăмапа çаптарнă хапхасен умне яр тухаççĕ çĕнĕ-çынсем, сар хĕрсем. Батыр. † Яр, яр (здесь в адъективном зн.) пулă пулăттăм, пăр айĕнчен чăмăттăм. Альших. † Алших шывĕ тарăн шыв, яр-яр ишсе пулмарĕ. КС. Салакайăк хорчки ярр ярăнса анчĕ (без движения крыльев). || Подр. быстрому и стройному росту. Альших. Яр ӳссе кайнă. (Дерево) выросло быстро и прямо (стройно). || Подр. качанию зыбкого, упругого предмета. Сред. Юм. Пысăк йывăç тăрри çил пȏр чохне ярр, ярр! ярнать. IЬ. Хосанти чавсаллă тарантассĕм çине ларсан яр, яр-çиç ярнса пыран. IЬ. Пӳрт тунă чȏхне отса çӳреме хȏракан хăмасĕм ярр-ярр! ярнаççĕ. IЬ. Прахут хȏмĕ çинчен пĕчикрех лоткасĕм ярр, ярр! ярнаççĕ. IЬ. Хăма пуçĕ çине тăрса ярнсан, хăма ярр, ярр! ярнать. См. еще Паас. 21.

яр

(jар), сплошь? Упа 695. † Кĕске сăкман яр пĕр(ме), сылтăм арки хам пулам. Аттеçĕм, аннеçĕм! савнă ачăр хам пулам. (Солд. п.).

яра кун

яра кон, в течение всего дня, целый день. КС. Яра кун, целый день. М. П. Петр. Яра кун, целый день. || День в его целом. Якейк. Эп ик яра кон çĕлесен ăна пĕтеретĕп. Пĕр яра кон ĕçлеме çитмеçть вăл ĕç.

яра куна

(куна), целый день. Истор. Çавăн чух вырăссемпе болгарсем яра-куна вăрçсах ирттернĕ. Беседы на м. г. Яра куна вăл пĕр ĕçмесĕр-çимесĕр ĕçленĕ. См. также Паас. 22.

ярапа

(jараба), кисточка (украшение), напр., на шлее, на платке. М. П. Петр. Ярапа — украшение к поясу, привески к поясу, к хушпу, к ожерелью и т. п. М. Тув. Ярапа, кисточка из ремня (из порçăн, шелку и пр.). N. Ярапа —кисточка, унизанная бисером. Зап. ВНО. Ярапа ― кисточка; монета, подвешенная на ниточке с бисером. IЬ. Лаши тавра ярапа-çех. IЬ. Лаши тавра йĕс тавраш та ярапа-çех. IЬ. Ун хушпи (= хушпăвĕ) йăри-тавра ярапа та çут шăрçа анчах. IЬ. Тухья ярапи пулать. N. Лаши тавра çара ярапа-çеç. N. Ярапа — кисточка из ремня. Никит. † Çитти пултăр чĕнтĕрлĕ, чĕнтĕр пултăр ярапалă Ст. Дув. † Хура шлепкен таврашне вуникĕ ярапа яртартăм. Зап. ВНО. Ярапа-шерепе. См. шерепе. Микушк. † Пурçăн пиçиххи ултă ярапа; пĕр салтатăр, тăван, пĕр çыхатăр. Ст. Чек. Ярапа янă. Ст. Шаймурз. Хура шаль туттăрăн ярапине. КС. Кутлăх ярапи (кисти), пиçиххи ярапи, йĕвен ярапи (антăрлăх ярапи). Альш. Унăн (у нее) аялалла ярапанăн-ярапанăн каллах шăрçа усăнса тăрать.

ярăм

(jары̆м), полоса; полосатый. Букв. 1886. Ярăм, полоса, прядь. Байгл. † Ярăм-ярăм ярапай ярăнтарса пулмĕ-ши? Çакă пӳртри халăхсе тĕлĕнтерсе пулмĕ-ши? (Хĕр сăри такмакĕ). Б. Олг. Ай-ай лайăх йĕмлĕх, ярăмăн-ярăмăн хора тăла пор! Чума. Вилес умĕн çыннăн пĕтĕм ӳчĕ ярăмăн-ярăмăн хуп-хура хуралса каять. Перед смертью у человека все тело покрывается черными-пречерными полосами. || Снизка, гирлянда, плетеница бус, ягод и пр. М. П. Петр. Б. Олг. Тенкĕрен ярнă ярăм. Чăв. юм. Йĕм-ешĕл (= ем-ешĕл) турачĕсем, ярăмăн-ярăмăн усăнса, ăшă çилпе хумханса тăраççĕ. КС. Пĕр ярăм шăрçа илтĕм (çип çине тирсе хунă шăрçана калаççĕ). Зап. ВНО. Эпĕ мăй-çыххи тирме ик ярăм шăрçа илтĕм. Ч.П. Ярăм-ярăм шур шăрçа (снизками). Сала 252. † Ярăмĕ-ярăмĕ ылттăн шăрçи чĕсĕ (sic!) каяссăн туйăнайрать; пирĕн пичче хĕрĕ сая каяссăн туйăнайрать. Юрк. Ярăм (шăрçа). Килд. † Симĕс шăрçа ярăмне юсалăха тиеççĕ. Ст. Чек. Ярăм, кисть. Кр. Чет. † Çакă Чотай хĕрĕсен хорт-пуççи пак пыти пор, ярăм-ярăм (кистями) шăрки пор. || Ст. Янаш. Пĕр ярăм çип, более или менее длинная нитка (аршина до 11/2), || В одной брошюре употребл. в см. шага. Этем йăх еп. пуçл. кай. Çӳреме (= çӳрессе) ярăмăн утса мар, сиккелесе çӳреççĕ. Они (лемуры) ходят не шагами, а прыжками. [В др. гов. могли бы сказать: çӳрессе ярса пусса çӳремеççĕ (или: утăмласа çӳремеççĕ), сиккелесе анчах çӳреççĕ].

ярăн

(jары̆н), катиться (с горы), качаться (на качели или на волнах); скатиться. Т. П. Тимĕр така ту ярăнать. [Хăй (= хăйă) чĕлни]. Вир-ял. † Улача кĕпе, ука çуха, ярăнчĕ-анчĕ (соскользнула) шыв çине. Сала. † Улăхрăм çӳлĕ эп ту çине, ярăнса антăм (скатился) Самарăн шывĕ çине. Якейк. Атисам пасара кайнă, катаччи ярăнса илтĕм. Родители отправились на базар, я покатался (на лошади). Сред. Юм. Ярнас: ту çинчен; сăрт çинчен; çакса янă вĕрен тăрăх. КС. Пĕр каска шывра ярăнса (качаясь) юхса пырать. Коракыш. † Çинче çырма çичĕ кукăр, ярăнса юхма ирĕк çук пулчĕ. Б.-Янгильд. Пăр çинче ярăнни. Катанье на льду. Якейк. Кӳлĕ çине кайса, кĕт ярнса килтĕмĕр (покатались). Кошки. Манкăлтăкĕ урамра çунапа ярăннă. Ала 90°. Е тата пăр çинче ачасемпе пĕрле, çара-урайĕнех чупа-чупа пырса, ярăна-ярăна каяччĕ. N. Ярăнаççĕ ту çинчен. Катаются с горы. Йӳç. такăнт. 18. Эпĕ вĕçтеретĕп ярăнма (бегу кататься). Т.К. † Хăпартăм çӳлĕ ту çине, ярăнса антăм (скатился) мерчен лавккине. (Хĕр йĕрри). Кан. 1927, № 220. Питĕ пысăк чул купи ярăнса анас патнех çитнĕ. || Пуститься (напр., в бег). Хурамал. Сасартăках арăслан сик-тух та, пăлан хыççĕн ( =хыççăн) ярăна пар. N. Тилли: эй, конта лат мар, кив çăкăр-тăвара манаççĕ çав, терĕ, тет те, вăрманалла ярăна пачĕ, тет. Собр. † Вунікĕ хĕр пĕр матка ярнайраççĕ (идут плавной походкой, с изв. скоростью) пасара. || Перескочить (длинным прыжком). КС. Кашкăр пек ярăна патăмăр. Мы перескочили через загородь как волки. IЬ. Лаша карта урлă ярна пачĕ (или: пĕреçех ярăнтарчĕ, перескочила одним прыжком). || Заливаться, петь долго, протяжно, с увлечением. Хурамал. † Шăпчăк авăтать ярăнса хăяхпалан хăмăш хушшинче. Н. Лебеж. † Шурă автан, ай, ярăнса авăтать. Юрк. † Шап-шурă хурăн турачĕ çинче ярăна-ярăна вăл авăтат (протяжно, но с перерывами). Пазух. Паштак вăрман варринче, ылттăн юман тăрринче, куккук ярăнса авăтать. Ст. Чек. Ярăнса юрла. Петь, вытянув шею (птица; очень сомн.). || Увлекаться. Выляма ан ярăнăр. Не увлекайтесь играми? (Из письма). Посл. 186,8. Тӳрĕ кăмăллă, иккĕлĕ калаçман, эрехе ярăнман... çынсем. Исп. Вăйя ярăнмарăн-и? (ермерĕн-и?). Не увлекался ли играми? Сред. Юм. Кăçта ȏ кăçал, ытла вăйя пит ярăннă. Так говорят, если достаточно большой мальчик не работает. Янш.-Норв. Ярăнса юрлать. Поет с увлечением и наслаждением. || Плавать, двигаться плавно. Тяптя. Пăкăр (= пăхăр) çăлта пăкăр курка ярăнса çӳрет, тет. В медном колодце плавает медный ковш. Шурăм-п. № 19. Шӳрпи çинче çу ярăнса çӳрет, вăл та апат тутине нумай кӳрет. В супе плавает сверху жир, и он придает большой вкус еде. Сир. 116. Çăмăл ким шыв çинче ярăнса пынă пек. Как легкая лодка плывет по воде. Сказки и пред. чув. 19. Уйăх мĕлки пашалу пек кӳлĕ тăрăх ярăнать. Якейк. Полăсам пĕвере ярăнса çӳреççĕ (плавными движениями двигаются вперед). IЬ. Вăл ярăнса отса карĕ. Он зашагал широкими шагами. Макка 41. † Ах, тантăшçăм, тантăшçăм! ярнайраттăн-килеттĕн. Сред. Юм. Хорчăка ярăнса çӳрет. Ястреб летает плавно. Сказки и пред. чув. 24. Вĕри-çĕлен вĕçтерет, сывлăш тăрăх ярăнса. Дик. леб. Акăшсем сасартăк калама çук хăвăрт аялалла ярăнса (плавно) ана пуçларĕç. Баран. 14. Аякри тăвăн хĕрринчен, ăмăрт кайăк çĕкленсе, вĕçсе килет ярăнса (парит). Собр. † Ярăнса-ярăнса юртакан, хăйте чуптар кĕсре тьыхисем (scr. тихисем). Сир. ХLIII, 15. Вĕçен-кайăк пек пĕлĕтсем ярăнса тухаççĕ («вылетают»). По толкованию Янш.-Норв. это значило бы: «выплывают полосой»). || Пускаться в рост. Беседа о земл. Çамрăкла кирек мĕнле выльăх та пĕве ярăнать (хывать). Сала 252°. † Пирĕн атте хĕрĕне (= хĕрне) ярăнса ӳсме ирĕк çук. С. Тим. † Кăчухнехи çамрăк ачасене ярăнса ӳсме ирĕк çук. Шишкин. † Йотри каччи, хора ачи, тĕксе яма полмарĕ; ярăнса ӳсес чох тытрĕç пачĕç качча. Хурамал. Пĕчĕкçĕ пĕр пуççăм, çамрăк чунçăм, ярăнайса (свободно, без препятствий) ӳссе те пулмарĕ. Н. Байгул. † Кил-карти варĕнче хурăна ярăнса ӳсме ирĕк çук. А. П. Прокоп. Ылттăнпалан кĕмĕл, ай, айĕнче ман çамрăк пуç ӳсет ярăнса. Синьял. † Эпир ярăнса ӳснĕ чух, хаяр куçпа ан пăхăр. || Размахиваться. Изамб. Т. Усем вара пурте ярăнса утă çулаççĕ. Потом все они косят сено, размахиваясь. Урмай. † Вăрăм варта вăрăм хĕр ярна-ярна (= ярăна-ярăна) ут çулат. Якейк. Ярăнса çолса пырать (-пусăккăн кастарса, хытă çолса пырать). || О крупных шагах. КС. Ярăнса ут, шагать крупным шагом. || О плавной, равномерной походке. Ау 160°. Ах, йăмăкçăм (çавă пур), ярăнса утса пынă чух, ярăм шăрçанăн курна(т)тăн. Ч.П. Якур килет ярăнса, Мертлĕ хĕрне хĕрĕнсе. || Издавать особый долгий звук — чăрр (ч'ŏрр); гов. о «горле». КС. Пыр ярăнать ― в горле особый долгий звук: чăрр. IЬ. Пыр ярăн чĕ, сăра ĕçмелле пулĕ, теççĕ. Козм. Пыр ярăнсă кайсан: сăрана ку ĕнтĕ, теççĕ (предвещает выпивку). Н. Чукал. Пыр ярăнсан, е сăра, е эрех ĕçмелле пулат, теççĕ. Сказки и пред. чув. 73. Ялти тантăш-тăвансен пырĕ тĕпĕ ярăнать. || Увлекаться делом. Кошки. † Ярăнса çӳçме тураттăм (погрузившись в это дело). || Гулять на приволье. Юрк. † Ялăм, ялăм янтав пек; ыррăн ярăнса çӳремерĕм, çапах салтак туса ячĕç. || Привеситься. Юрк. † Ылттăн алка пулăтăм (= пулăттăм), анне хăлхине ярăнăтăм.

ярăнкала

учащ. ф. от ярăн. Хыпар № 10, 1906. Ăçта пăхнă, унта таракан, е яшка тирки çинче ярăнкаласа çӳреççĕ. СЧУШ. Пĕр чашкă шу илмелле, шушне (= шыв ăшне) ярăнкаласа çӳрекен япала ямалла. Чашкă хĕрине (= хĕррине) укçа, çăккăр, кĕл, кăмрăк, йăвăç хумалла, унтан шыври япалая çавăрса ямалла; çав япала мĕн тĕлне чарăнать, çавăраканăн пулас арăмĕ е каччи çавнашкал пулать: укçа тĕлне чарăнсан, укçа тытакан; çăкăр — пуян; кĕл — начар; кăмрăк — ухмах; йăвăç — пĕр пек, ни начар, ни пуян мар çын. См. çĕнĕ çул.

ярăнтар

понуд. ф. от гл. ярăн. Ч.П. Пурçăн явлăк çыхаймăп, йăрăнтарса çӳреймĕп. Альш. Леш, перекенни (стрелок), ярăнтарать (устремляет) вара киммине ун патнелле: хăмăш ăшне кĕрсе ан кайтăр, тет (охотник к утке). Чебокс. Ярăнтарать, валяет, жарит, катает (метаф.). КС. Ярăнтарать юррине, поет — заливается. Сред. Юм. Ярăнтарарах пȏс, тесе, тăла поснă чȏхне хытăрах пȏс тессине калаççĕ. Сказки и пред. чув. 75. Ярăнтарса, явăнса шăпăр кĕвви ташлатать. [По объяснению некоторых —заставляет плясать плавно и как бы извиваясь; здесь, по тому же объяснению, «явăнса» относится к пляшущим, а не к пузырю (поэтическая вольность?)]. Букв. 1904. Ялта автансем, пĕрин хыçĕнчен тепĕри, ярăнтарса авăтса яраççĕ (поют звонко, заливаются). Беседа. Каччăсем хĕрсене ярăнтарса çӳреççĕ. Парни (женихи) катают девушек. N. Пăшалпа ярăнтараççĕ, стреляют. Сунт. 1929, № 2. Помпăсем ярăнтара пуçланă. Начали швырять бомбами. Альш. Асту-ха, лаши епле ярăнтарса чупать [плавно, быстро (о высокой лошади); Сред. Юм. — и большими шагами]. Сред. Юм., Янш.-Норв. Ярăнтарса утса пырать. Идет плавно (sic!), большими шагами. . Эс кăçта ярăнтаран? Куда (это) ты зашагал? (т. е. куда идешь?). Утă пит лайăх çăлакан çынна: ярăнтарса-çиç пырать, теççĕ. || Сплавлять, сбывать. Кан. 1929, № 77, 4. Вĕсем пуçтарнă тирсенчен пĕр пайне юлташлăха параççĕ, виçĕ пайне матрас вырăссене ярăнтараççĕ.

яркăлти

(jаргы̆лδиы), улепетывающий вперед от артели. СПВВ. КЕ. Яркăлти — пит хăвăрт утакан çын: çулпала пĕр ушкăн çын пырсан, вĕсен умĕнчен раснах пĕри малтан утса пырсан, ăна кайрисем яркăлти теççĕ.

ярминкке

ярмарка. Хурамал. Пĕр çын ултă лашапа ярминккене кайма тухнă. Один человек собрался выехать на ярмарку на 6 лошадях.

Ярмулла

личн. яз. имя мужч. (в Урасай ăручĕ). М. Рус. || Личн. хр. имя мужч., Ермолай. Н. Седяк. Собр. 429°. † Ай мулла, Ярмулла; Ярмулларан сăра илтĕм, пĕр енĕн чусĕ çук. (Смысл неясен).

ярмăк

(jармы̆к), ярмарка. П. Ив. Орл. Пĕр çыннăн Нижнине (= Чул-Хулана), Макарав ярмăкне, япаласем илме каймалла пулнă, тет. Одному человеку нужно было ехать за товаром на Нижегородскую ярмарку.

ярпай

шириться, расти в ширь? Альш. † Çак самана йывăр килнипе ярăнса, ярпайса ӳсме çук. В одном варианте той же песни читаем (Альш.): çав самана йывар килнипе яранса, ярпарса (описка) ӳсме çук. П. Пинер. † Пирĕн пек çамăрăк ачасене пĕр ярпайса ӳсме ирĕк çук. || Ходить попусту. Сред. Юм. Õнта ним тума та каймалли çȏк хăйĕн, ярпайса çӳрет çанта (ходит попусту).

ярт

(jарт), подр. короткому прямому движению. СТИК. Çап-çутă пăр çинче ура ярт шуса карĕ (скользнула быстро и коротко) те, лап персе антăм. СТИК. Лашана пушăпа шарт çапрăм та, ярт шăрса (короткою струею) ячĕ. IЬ. Ярт юхса тухрĕ (брызнула одна струя). || Подр. прямизне (первоначально — подр. яркой линии). Альш. Унтан тата тепĕри ял урлă пĕр хĕрринчен тепĕр хĕрринех ярт тӳрĕ тухса каят (тăкăрлăк). N. Ял урамĕ ярт выртат (= тӳп-тӳрĕ), куç çути тӳрех ӳкет. N. Вăрманта пручак ярт выртать(пăхсассăн). IЬ. Ярт тăсăлса выртнă. Во всю длину растянулся. КС. Ура ярт шуса карĕ (короткое движение). IЬ. Ана тăрăх ярт тăрăшпех (по всей длине) отса тохрăм та, пȏр çĕрти те пĕр пик аван ырашĕ. Микушк. Тата хапха урлă пиçиххи ывăтаççĕ, камăн яртах (прямо) чăсăлса выртăть, çавă вилет, теççĕ. (Гаданье). Хурамал. Ярт! чăсăлса çывăрать (урисене чăсса çывăрать). СТИК. Çĕлен ярт тăсăлса выртнă (тӳп-тӳрĕ тăсăлса выртат; выражает не звук, а прямоту предмета). || Подр. ясному выделению. Лашман. † Пирĕн савни таçтан палла, ушкăн халăх çинче ярт тăрать. Бугульм. † Шинлă урапа йĕрсем таçтан паллă, ăслă çулсем çинче ярт выртать. Пирĕн тăвансем таçтан паллă, ушкăн халăх çинче ярт тăрать. || Подр. широкой рыси. Собр. Хура лаша ярт, ярт, икĕ турти шарт, шарт. (Шыв юхни). || Метаф. N. † Пирĕн ялăн ачисем урам тăрăх ярт, ярт, ярт! (бегают, шляются). || Подр. поносу. || Беспрерывно. Сред. Юм. Çак ачапчасĕмпе тĕпĕртетсе, никçан та (постоянно) ларса ярт (в д. Беляевой — яр-уççăн) ĕçлемелле мар вит. Возясь (валандаясь) с этой ребятней, никогда не поработаешь без перерыва, без помехи. || Одиночкой, без других предметов вокруг себя. М. П. Петр. Ярт пӳрт анчах ларать, урăх нимĕн те çук.

ят

(jат), имя; название. Менча. Когда у чуваш родится ребенок, то, еще раньше, чем крестить его (шыва кӳртиччен), ему, заодно с бабушками-повитухами (эпи-карчăк), нарекают имя. Если не наречь имени, то это считается нехорошим, так как иначе имя ему наречет чорт (шуйттан). Как только наступит время родить, бабы приводят повитух, и тотчас по рождении дают ребенку имя. Если родится ребенок мужеского пола, то иного нарекают Упа, иного Юманкка, иного Тăхти, а иного Сатай. Все эти имена даются с суеверным соображением. Упа называют затем, чтобы ребенок был здоров как медведь и не болел; Юманкка — чтобы он был крепким и коренастым как дуб и не хворал; Тăхти ― чтобы он был живуч и чтобы племя его множилось и не вымирало; Сатай ― чтобы род его плодился и не исчезал. Что касается девочек, то некоторых из них называют Хĕрпик, других Силпик, иных Эрнук и Тунюк (scr. Тунӳк). Хĕрпик — название не суеверное; родилась девочка, ну и говорят: давай назовем ее Хĕрпик; имя Силпик ― дается с суеверным соображением (ăрăмласа хуни): дескать, Силпик будет жить в почете (сил) и уважении (чис). Эрнук называют тех, которые родятся в пятницу (эрне-кун), а Тунюк (scr. Тунӳк) — родившихся в понедельник (тунти-кун). Ача ят хуни. Тĕне кĕмен чăвашсем, çамрăк ача çуралсассăн, ача ят хума ни пуп патне, ни мулла патне каймаççĕ. Вĕсем (некрещ. чуваши) ача ятне ватă стариксем, ватă карчăксем, эпи-карчăксем, хурăнташсене, ратнисене пухса, хăйсем пĕлнĕ пек, ача мĕн кун çуралнă, çав кун ячĕпе е çав кун ячĕ евĕрлĕ ятпа, пĕр-пĕр святой ятне асăнса тунă праздник тĕлĕнче çуралнă пулсан, ачине те çавăн ячĕпе ят параççĕ. Ывăл ача пулсан, ак çапла хураççĕ: ачи шăмат-кун çуралнă пулсассăн, Шăмак ятлă хураççĕ; вырăсерни кун çуралнă пулсассăн, Вырăстай ятлă, Ванюк (чит. Ванюк) ятлă хураççĕ; тунтикун çуралнă пулсассăн, Тутирек ятлă, Тутиер ятлă, Тăхтаман ятлă хураççĕ. Хĕр ача çуралсассăн, унăн ятне те арçын ачинни пекех хураççĕ. Улăштарсан та, сайра улăштараççĕ. IЬ. Некрещеные чуваши, когда родится ребенок, не ходят, чтобы наречь ему имя, ни к попу, ни к мулле. Чтобы наречь имя ребенку, они созывают старых стариков и старых старух, повитух, родственников и сродников, и нарекают имя ребенку, как умеют сами — или по имени того дня, когда ребенок родился, или именем, подобным имени этого дня; а если он родится около праздника в честь какого-либо святого, то — по имени этого святого. Если родится мальчик, то нарекают так: если ребенок родился в субботу, то Шăмак; если родился в воскресенье (вырăс-эрни кун) — Вырăстай или Ванюк; если родился в понедельник, то Тутирек, Тутиер или Тăхтаман. Если родится девочка, то ее имя нарекают подобно имени мальчика. Если и меняют, то редко. Кроме того имени, они некоторых нарекают по имени родителей, родственников или рода (тата вĕсем хăшин-хăшин ятне ашшĕ-амăш ячĕ, хурăнташ-ăру ячĕ майлă эл йăх ячĕпе хураççĕ). Имена детям своим они нарекают (хураççĕ) тогда, когда вздумают. М. Рус. Ĕлĕкхи чăвашсем ачисĕм пурăнмантан хĕр-ачасене вĕçен-кайăк ячĕпе, ывăл ачасене ураллă кайăк ячĕпе ят хунă. Макка 212. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ; кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пусан, Утлаш ятлă хураççĕ. Альш. «Имена часто даются в виде соображения относительно зажиточности: если человек с не очень нравящимся чувашам именем живет славно — тихо, зажиточно, смышленно, то это имя дается многим на селе». Т. М. Матв. Ятне хуман ача макăра пулать. (Япалана килĕшмесĕр илсе кайсан, тавар хуçи хаклă ыйтма пултарать, е ĕçе малтан килĕшмесĕр ĕçлесен, ĕçлекенни хаклăрах илесшĕн, ĕçлеттерекенни йӳнрех парасшăн — çак сăмаха çавăн чухне калаççĕ). Якейк. Пĕчĕк ачасам кошаксене, сорăхсене, пăрусене ят параççĕ. Пĕр ятпах хăш чохне сорăха та, пăрăва та кошака та чĕнеççĕ. Кĕтерин, Маркка, Веркка ятлă хораççĕ. Лашапа йăтăсен те хăш чохне пĕр ят полать, напр., Мальччăк ятлă йăтă та пор, лаша та пор. Суждение. Турă, рая пырсассăн, вĕсене ятран каласа чĕннĕ (звал по именам). Псалт. 146,4. Вăл вĕçĕмсĕр нумай çăлтăрсенĕн хисепне те пĕлсе тăрать, вĕсене пурне те ятран пĕлет. Мар. Егип. Зосима çав хăйне нихăçан та курман, нихăçан та пĕлмен арăм ятран чĕннине илтсессĕн, пит тĕлĕннĕ. Е. Ятран чĕне-чĕне кăлар. Альш. Чăвашсем ятран каламаççĕ. Ашшĕ-мĕн ячĕпе чĕнсессĕн, чăваш çиленет. Ашшĕ-амăшĕ ятлă çынна ячĕнчен чĕнмеççĕ: атте ятли, анне ятли теççĕ. Хăй ятлине аташ теççĕ. Пуринчен ытла кăна хĕр-арăмсем çапла тăваççĕ. Псалт. 108,21. Эй турăçăм, турăçăм, эсĕ маншăн хăвăн ятна тивĕçлине ту. Якейк. Аланмасăр порнатпăр, ватă ятне илтетпĕр (нас обзывают стариками). Посл. 179,11. Вăл сире хăвăра чĕнсе илнĕ ята тивĕçлĕ çынсем тутăр. Шурăм-п. № 21. Хăй ĕçсе пурăнать пулсан та, чăваш ятне унăн пек пăсмалла мар. Сала 50°. † Кĕмĕл çĕрĕ, ахах куç, — унăн ятне кам пĕлмест? Что сокращ. жизнь. Рай пурăнăçĕ-çех пурăнăç ятне илтме тивĕçлĕ. Макка 110. † Чунăмăр тӳрă аллинче, ятăмăр патша умĕнче, пĕвĕмĕр ырă çын умĕнче, шухăшăмăр атте-анне умĕнче. Сир. 41. Ухмах темесĕр мĕн ят парас ăна? Альш. Хальхи чăвашсем пайтахăшне мĕне кĕлтунине те пĕлмеççĕ, тет, ятне-кăна, пĕр пĕлмесĕр, калаççĕ тет. Собр. 339. † Пĕвĕр илемлĕ, сăнăр хитре, кам хунă-ши сирĕн ятă-ра? || Очередь по отбыванию воинской повинности. Б. Олг. Каþан, пичин салтак ячĕ тохсан (был объявлен рекрутом), пичин ик хĕр-ача пор-ччĕ. См. ят пар. || Назначение. Юрк. Укçа пулсан, пуштăпа яр. Анчах укçăна хам ятпа ан яр. Будут деньги, пошли почтой. Только не посылай на мое имя. N. Пĕр письмо (= çыру) янă-ччĕ сан ятпа. Одно письмо на твое имя было послано. || В выражении ячĕпе «от имени»... Хыпар № 9, 1906. Вĕсем кĕпĕрне ячĕпе суйласа яма 50 çын хушшинчен 8-9 çын-кăна суйласа ямалла. IЬ. № 8. Пирĕн те пĕтĕм чăваш халăхĕ ячĕпе пуху тума пулмĕ-ши? тетĕп эпĕ. || Цель. Хыпар № 46, 1906. Закона уççа парас ячĕпе Сенат çĕнĕ закон кăларчĕ. || Доброе имя, честь. Ч.П. Леш кассенĕн хĕрĕсем ашшĕ ятне ямалăх. Альш. † Атте-анне ятне лайăх тытсан, пире лайăх çынсем чис парĕç. Собр. 173°. † Атте-анне ячĕпе патшасем чĕнеççĕ хăнана. Янш.-Норв. † Аттем-аннем ячĕпе ырă çынсем чĕнеççĕ хăнана. С. Алг. † Ман туй килет шавласа, атте-анне ячĕпе. || Хорошая или плохая слава, молва. Ст. Чек. Ячĕ пысăк ĕнтĕ. Он уже прославился (в хорошем смысле). Альш. † Маттур-маттур хĕрсене ячĕпелен шыраççĕ. Якейк. † Çварни çони шуç котлă; шуçĕ йолать йор çине, ят сарăлать ял çине (слава идет по деревне). N. Ырă ят илт, выслушать (себе) похвалу, добрую славу. К.-Кушки. Пуян ячĕ çĕклесе, виçĕ пуспа ан виртле. Славясь богачем, не дразни тремя копейками. Ч.П. Ятăра пăсĕ. Ала 103°. † Ĕçес-çияс хуçаран, ыр ят тăвас хăнаран. Альш. Пурăнать вара салтак арăмĕ хуняшшĕ-хунямăшĕ аллинче; вĕсем ырă пулсан, ырă ят илтсе, вĕсем усал пулсан, усал ят илтсе. N. Халăха тытса тăракан каланă сăмахĕсем тăрăх ăслă çын ячĕ илет. N. Хаяр ята кӳрт. Сделать предметом осуждения. Бижб. † Чаплă хĕрĕн чап каят, начар хĕрĕн ят каят, тет. Юрк. † Çичĕ çул ямшăк çӳрерĕм, ямшăк ятне кăлараймарăм, çичĕ пушă аври хуçмарăм. Макка 36. Çак хамăр кас ачисем ят кăларма хăтланчĕç (хотели распустить дурную славу). IЬ. 173°. † Çинçе пӳме ӳстертĕм ятма ял çине ямарăм. IЬ. † 107°. Ялсем çинче ан мухтанăр, ятăр юлĕ ял çине. Лашман. † Çăпатана пăрахса, атă тăхăнтăм, пуснă йĕрсенчен вут тухтăр. Вучĕсем пĕр тухчăр, чулĕсем путчăр, матур йĕкĕт çинчен ят тухтăр. Сир. Ху çинчен элекçĕ ячĕ ан кăлар. Не приобретай славы клеветника. . Ик чĕлхелĕ çын çинчен яланах усал ят каять. || Брань, выговор. N. Хаяр ята кĕр. Подвергаться дерзкой брани. N. † Çамрăк пуççе чармасан, ваттисене ят тивет. Пус. Сĕм вăрманта вăрăм йывăç, çил тимесĕр пĕр кун лармĕ. (Салтака ят тивни). Сала 196°. Сулахай хулха янрасан, ят илтет. N. Лашисене хупмаççĕ, вăррисене хаяр ят; хĕрĕсене чармаççĕ — каччисене хаяр ят. Сятра. † Ах, пире ват ятлать! Ват çын ятне пăхсассăн, эпĕ пасара та тохас çок. Юрк. † Пĕр хĕр ясар пулсассăн, пур хĕр çине ят килет. Ала 89. Ача-пăча ятран-патакран пит хăрать. Дети очень боятся брани и побоев. Якейк. Мана порнма пит йăвăр: кашнă конах ят илтеп (слышу брань). Орау. Капла туса ят илтиччен, эпĕ луччă тепĕр çĕрте сăмахсăр пĕр пуссăр хырăма тăранмалла ĕçлем. Ч.П. Çавна тытса чуп-тусан, çамрăксене ят тивет (побранят). || Молва. БАБ. Ял çине ят карĕ, халăх çине хахать карĕ (из «такмак»; слух, молва). || Звание. Панклеи. Кăна илес мар, мĕн пуçлăх ятне илтес! Если этого не взять, то зачем и начальником называться! (Слова солдата. Сказка № 16.). Сир. 68. Тепĕр тус пур, тус ятне-кăна илсе тăрать. || Сословие. Хыпар № 13, 1906. Смоленск уясĕнче 32 çынтан — 18 дворян, 5 çын урăх ятран, 9 çын хура халăхран. || Для проформы. Ст. Чек. Çумăр ятне-кăна çăват. Только слава, что дождик (т. е. еле-еле накрапывает и т. п.). Хыпар № 42, 1906. Улпутсем вăл ĕçе панă укçана кĕсьене чикеççĕ. Ĕçĕн ятне анчах тăваççĕ. Календ. 1904. Хыт сухана пит кăйран тухаççĕ, иккĕмĕш хутне çавăнтах тăваççĕ, тата иккĕмĕш хутне ятне-кăна (анчах) тăваççĕ. Орау. Мур çĕвĕçи (этот чорт портной, этот негодный портной) сăхмана пăсса хăварчĕ. Майтансем (майданские) вăсем путлĕ çĕлеççĕ-и? ятне анчах туса çӳреççĕ вĕт! СТИК. Ятран-кăна тукаласа тунă. Сделано кое-как. . Ятран-кăна (ахальрен-кăна) шаккакаласа хунă. Кое-как сколочено. Иваново. Ачасĕм, эсир кунта вĕренсе тухрăр... Ячĕ-çеç ан пултăр; мĕн вĕреннине ан манăр, киле ан юлăр, епле-те-пуса ытти çĕре кайма тăрăшăр. Сред. Юм. Аптратнă мана текех: туса пар, тесе; ячĕ пȏлтăр, тесе, туса патăм. || Нарочитая цель, назначение. Иногда имеет оттенок послелога. Панклеи. Йăван хĕпĕртесе: килях, пичи, килях! тет. Ăсса тох-ха, арăм, пичи ячĕпе, тет.Макка 212. Леш укçине ачин ячĕпе каласа хураççĕ. Те деньги кладут в честь новорожденного. Аку 121°. Турăпа патша ячĕшĕн (ради или во славу). Шурăм-п. № 14. Мана та праçник ячĕпе (для праздника) ĕçтересшĕн. || Надельная душа. Ст. Ганьк. † Ял ялĕнче хĕр нумай, хĕр нумай та, ят сахал. Хамăр ялта хĕр сахал, пĕрне те мана памаççĕ. . † Хĕр сахал та, ят нумай, хăçан ӳссе çитĕç-ши? Изамб. Т. Ятран куланай пухаççĕ (по душам). О сохр. здор. 57. Пĕр ик-виç вĕлле пулсан, вĕсем (пчелы) пĕр ятăн çулталăк куланайне татмалăх ĕçлесе параççĕ. Макка 235°. Ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тиха или лаша илеççĕ. Альш. Тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он). Бес. о земл. Кашни пусса анана уйăрса, ятăн (по душам) валеçе пуçланă. N. Ятран (с души) куланай тӳлесси. Нюш-к. Ятпа уйăр, ятпа уйăрнă. Истор. Куланая ун чух çын тăрăх (ятран) тӳлемен, çĕр хисепĕпе тӳленĕ. Н. Шинкус. Вăл ӳчӳкне пирĕн ялсем пĕр вăкăр, пĕр тына, виçĕ сурăх параççĕ. Ӳчӳк çывăхара пуçласан, çав выльăх-чĕрлĕхсене илмешкĕн, тата кĕрпеçăнăх илмешкĕн, ят тăрăх мĕн чулшар-та-пусан укçа пухаççĕ. (Аслă ӳчӳк). Истор. Вăл, вырăс çĕрне хăйĕн çыннисене ярса, тепĕр хут ят хисеплеттернĕ. || Надел (земли) на душу или на едока. Цив. Манăн ят çĕрне те аттесем ĕçлесе порăнаççĕ. Мой надел земли обрабатывают мои домашние. Орау. Эсĕ мĕлле (или: мĕн) тăвашшăн: ятна парас-и, ай анан памалла-и? — çавна шут тума киле кил. Как ты хочешь сделать: сдать ли твой душевой надел с условием, чтобы исполнялись все повинности (арендатором), или сдавать в аренду позагонно (на год)? Приезжай решить этот вопрос. N. Çак вырсарни-кун ятне парассине нимĕн те калаçмарĕç. В минувшее воскресенье относительно сдачи земли в аренду ничего не говорили. N. Эсĕ пĕр ятпала та пит пуян. Ты и с одним душевым наделом живешь богато. Юрк. Ана-çарансене ят çинчисене-кăна мар, тара та иле пуçлат. Не довольствуется надельными полевыми угодьями и лугами, а начинает и арендовать. . Миките Микулайĕ, ачисем ята кĕриччен (пока дети не получили надела), çапла пит тертленсе пурăнат. . Миките Микулайне йышлă çемьепе, пĕр ят çинчи ани-çаранĕсемпе-кăна (с одним душевым наделом) тăранса пурăнма пит йывăр пулнă. Шурăм-п. № 18. Виçĕм-çул, халăх çĕр уйăрнă чухне, ята кĕресшĕн хыпаланчĕç (спешили получить надел земли). Изамб. Т. Старик ячĕ тухсан, тепле пурăнăпăр вара. Если надел моего умершего мужа отберут в общество, то как мы будем жить? Альш. Пур унта хăшĕ-хăшĕ, унтан-кунтан ят пуçтарнисем: çирĕмшер-вăтăршар ятлă. . Утă Чăнлă улăхĕнче ят пайне пĕр виç купа тивет, теççĕ, Элшелсен, утă пулнă çулсенче. «Ят пайĕ утă» тиекенни, унти утă, чăн лайăх утă вăл. Ч.С. Ятлă çынсем кашни килĕрен ят тăрăх çăмартапа çăкăр пуçтарса çӳреççĕ. (Во время «хĕр-аки»). Чув. календ. 1910. Пирĕн хура халăх йышлăланнă-çемĕн йышлăланса пырать, çавăнпа ят çĕрĕ сахалланнă-çемĕн сахалланса пырать. || Подушное. Изванк. Темиçе ят пама пар. Увеличь число мужчин в семье. (Из моленья).

ят илт

слыть. Никит. † Мушар урам аслă урам, икĕ айккипе пилешлĕх; пĕр сапаккине хуçмарăм, хуçнă ятне эп илтрĕм. N. † Çул хĕрнчи маякне торатне эп хуçмарăм, хуçнă ятне эп илтрĕм. Байгул. † Пĕр çупкăмне (кисть) татмарăм, татнă ятне эп илтрĕм (про меня сказали, что я сорвала. Хĕр йĕрри).

ят яр

распустить дурную молву; ославиться. N. Ят яр, срамить. Юрк. Эсĕ пирĕн ята ярса çӳретĕн, намăссăр япала! Стюх. Пĕр хĕр ясар пулчĕ те, пур хĕр ятне вăл ячĕ. Ст. Чек. «Ят ярас — распространять о ком-либо дурную весть». N. Ят яр, çĕрт. Юрк. Ял çине ятне ярса пурăн (пользоваться дурною славою). IЬ. Хăйсенĕн усал ятне ял çине янă пирки. Ашшĕ-амăшне. Усси вĕсенчен çук, ята ярса пули-пулми сăмахсем анчах калаçса çӳреççĕ ял тăрăх, тенĕ. Орау. Ятне янă, нажила (нажил) худую славу. N. Ятне яман (не ославившаяся, женщина или девица).

ят çыртар

записываться. Иваново. Эпир ачасĕмпе пĕр çĕре пухăнтăмăр та, школа кайса, ят çыртартăмăр (пошли и записались).

ят тухни

попадание в призывной список. Оглашение имени по списку призываемых (на военн. службу). Распространение дурного слуха. Сред. Юм. «Ят тȏхрĕ: 1) призывается осенью; 2) твое имя вышло, тебя зовут; 3) слух распространился дурной». Сёт-к. Ят тохнă ачасенпе салтака кайнисен (т. е. песни). Ст. Яха-к. Пуринчен ытла унчухне килес кĕркунне салтака каяс-ачасем (ят тухнисем), пĕр-пĕринпе ыталанса, хурланса, урам тăрăх юрласа çӳреççĕ. Ч.П. Ятăм тухман, тесе, ан мухтан. N. Пирĕн ялта ĕлĕк пĕр çынăн ят тухнă (т. е. салтака чĕннĕ). N. «Ят тухнă, исполнились годы для воинской повинности».

ят хур

дать имя. Рус. Ача çуралсан, час часах виç кунтан ят хураççĕ, или же пĕр эрне, 2 эрне иртет. Ят хунă чухне пур ăратнесем пухăнса ят хураççĕ. Ят хуриччен, мĕн пур ăратнесем ача яшки кӳрсе пĕçермелле (sic!). Унтан сăра туса, кам яшка кӳнине чĕнсе крестит тăваççĕ. Пурте пухăнса шутлаççĕ, мĕн ятлă хумалла (?) ачана. Большинством голосов или дедушки называют главное (?!) имя. Ят хурсан, çăкăра та, чăкăта та сăмсашар (?) касса илеççĕ те: кам та кам малтан çисе ярат? тесе, тавлашаççĕ. Ашшĕ малтан çисен, тепĕр ачи ывăл пулат, амăшĕ малтан çисен, хĕр пулат. || В следующем ниже примере знач. этого выражения осталось не выясненным. Бугульм. † Эпир те пырар, тиеççĕ. Пирĕн сирĕнпе мĕн тăвас? Ятне хуни (избранница?) пур пирĕн. || Назвать по имени. Альш. † Элшелийĕн хĕрсене ятне хур та, çумне вырт. IЬ. Мертлĕсенĕн хĕрсене ятне хур та, çумне вырт.

яташ

(jадаш), этаж. Собр. Вара Йӳрĕкĕ, çӳлти яташ çине хăпарса, пĕр пӳлмĕкне (чит. пӳлмекне?) кĕрсе çавăрнă, тет.

ятлаçу

(jатлаз'у), ругань, брань, ссора. Ир. Сывл. 22. Теме хытах çилленсе ятлаçăва эс каян (начинаешь браниться). Якейк. Пирн иксĕмĕр хошăра ятлаçу-тăву çок вĕт? Между нами (двоими), ведь, нет никакой ссоры? N. Ятлаçу-çапу. Сред. Юм. Ятлаçупа ан кайăр (хăнасене килтен ăсатса кăларса янă чõхне кил хуçисĕм çапла каласа йолаççĕ). Ходар. Ятлаçу-вăрçу, ссора и брань. Чӳклемере ятлаçу-вăрçу пулсан, тепĕр чӳклемеччен килĕшре пĕр çын вилет, теççĕ. Если во время жертвоприношения (чӳклеме) случится ссора (брань), то до следующего чӳклеме в доме умрет человек.

ятлă

(jатлы̆), имеющий имя. Макка 54. Пирĕн ялăн уйсем пурте пĕр ятлă мар, темиçе тĕсли те пур. IЬ. 59°. Пирĕн ял Уравăш ятлă; çырма хĕррине ларнă та, çавăнпа çапла ятлă пулнă. Чаду-к. Ачи мĕн ятлă пулчĕ? Орл. II, 239. Икĕ аманăн пилĕкшер ача, пурте пĕр ятлă. (Пурне). Ч.С. Мирун ятлă çын. Человек по имени Мирон. Юрк. Эсир епле ятлă çынсем пулатăр? Как вас зовут? НАК. Çав ялта çапла ятлă (такой-то) çын хĕрне парать (замуж выдать хочет), тет. N. Ăна Эммануил ятлă хурĕç. Ч.С. Ку ачана эпир «Илюшка» ятлă хуратпăр, терĕ. Сюгал-Яуш. Вара кайран мĕн-мĕн ятлине çыра пуçларĕ. А потом начал писать имена. Богдашк. † Сăрисем те сăра ятлă иккен, сăрисем те пылтан тутлă иккен; хуçисем те хуçа ятлă иккен, хусан купсисемпе тан иккен. Латыш. Турă умăнче ырă ятлă пуласшăн (чтобы угодить). || Пользующийся авторитетом; чиновный; знаменитый. Бурунд. † Ялта ятлă çын пулсан, пилĕк пуспа ан виртле. Изамб. Т. Ятлă çын; так назыв. сельского старосту, десятского, сотского. . Ятлă çынсене чĕнсе килĕр. Ходар. Ялта ятлă çын пулма пар. (Из моленья чӳклеме). Хыпар № 15, 1906. Вечера халăх вăрçă çинчен, вăрçакан халăхпа килĕшесси çинчен, çĕнĕ закон кăларасси çинчен, ятлă çынсем суйласси çинчен канашланă. || Именной; определенно назначенный данному лицу. М. П. Петр. Ятлă курка — именной ковш. Микушк. † Ял-ял урлă килтĕмĕр, ятлă парне илмешкĕн. (Свад. п.). N. † Ял-ял урлă карăмăр ятлă кĕпе тăхăнма. || Славный. Ч.П. Ятлă — славный. || Ывăлсем ятли, тот человек который носит то же имя, что мой мл. деверь. (См. ывăлсем). Хĕрсем ятли, тезка моей мл. золовки. (См. хĕрсем). Буин. у.

ятлăх

«для формы». Орау. Ку хăнана каяс килмест те, ытла: килмерĕç, тиясран ятлăх кайса килес пуль. || Пĕр ятлăх = на одну душу (надел).

ятлă-шулă

то же, что ятлă-шывлă. СПВВ. СА. Ятлă-шулă ― пĕр-пĕр чынлă çын.

яхăм

то же, что яхăн. Якейк. Тенкĕ çорра яхăм пĕтертĕм паян. Сегодня я истратил около полутора рубля. Курм. Мана пĕр сакăр çула яхăм (так дважды) чух, эпĕ анкартине кĕпçе çиме кайрăм. . Эпĕ çичĕ çула яхăм чухне.

яхăн

(jаhы̆н), близко, около (тат.). Употребл. и в склонении. У. Эсĕ ăна ху яхăнна ан çывхарт. Ты его не подпускай близко к себе. Ч.С. Эпĕ çамрăк чух чăнахах, вĕсем вĕрентнĕ тăрăх, киремет яхĕнне (= яхăнне) пыма та пит хăраттăм. Ходар. Сысна таврашне (свиней) унта яхăна та ямаççĕ (и близко не подпускают). Ст. Чек. Яхăнне те ямаст = çывăха та ямасть. Сред. Юм. Тытнă аллине çĕçĕ те: яхăна ан килĕр, тесе, сȏлласа-çиç тăрать ȏ çĕçĕпе; кăçта çын пытăр ȏн патне! БАБ. Яхăнĕнче (около киремети) выльăх тавраш хĕнесен, выльăх та вилеччĕ, тет. N. Пумилкке туса ирттеричченех вилнĕ çын, масарта вырăнаçмасăр, хăй пурăннă çурт яхĕнче (вм. яхăнĕнче) пурăнат. Хăр. Паль. 42. Хăшĕсем вершука яхăнарах. Некоторые приблизительно до одного вершка. Янш.-Норв. Ăна чӳклеме (для моления ему) вăл пуçтарнă укçапала пĕр виç кĕрепенке яхăн (около трех фунтов; у друг. виçĕ кĕрепенккене яхăн) пасар кулаçĕ илет. N. Пĕр виçĕ пин çынна яхăн. Приблизительно около трех тысяч человек. Н. Шинкус. Хай чикан кĕлетре çур сыснана яхăн какай çаканса тăнине курах карĕ. Б. Яныши. Пиртен пĕр çухрăма яхăнра пĕчик вăрман пур. N. Укçа икĕ çĕр тенке яхăн ытлашши пулнă. Денег оказалось почти на 200 рублей больше. Ст. Яха-к. Пирĕн хĕлле кĕрекен чиркӳве пилĕк çĕр çын (у др. çынна) яхăн кĕрет. || Употребл. и в временном значении. Макка 65. Пирĕн ял пуçланни çĕр аллă çула яхăнах ĕнтĕ. М. Сунчел. Вара çапла эрнене яхăн ĕçеççĕ (около недели). Юрк. Ăна ху та пĕлетĕнтĕр (вероятно, знаешь), вăл унта пĕр-ик çула яхăн пурăннă çын. Перев. Эпĕ пĕр вунă çулта яхăп-чĕ. Мне было около десяти лет. Шурăм-п. № 4. Ире яхăн (близко к утру) çил тухать. РЖС. 2. Пĕр çур сехете яхăнтан каллах хĕвел пăха пуçланă, çанталăк ĕлĕкхи пекех тӳрленнĕ. || В чувашизмах. Истор. Киеври халăх Владимиртен пуçне урăх никама та яхăна та яман (о других претендентах и слышать не хотел). О сохр. здор. Шыв ĕçнĕ чух карланкине шăнăр туртакан пулать, кайран вара шыв ĕçме яхăна та ямасть (о бешеном). СТИК. Ун яхăнне те пырас килмес. Не хочется и близко к нему подойти. . Çавă сана укçа пачи? ― Яхăнта та çук (и не думает). Сред. Юм. Эп: иксĕмĕр каяр-ха терĕм ȏна та, ȏ яхăн та каяс çõк вит. . Мана тыр виçнĕ çĕре яхăна та ямарĕ, хăй-çиç виçрĕ. СПВВ. Х. Манăн яхăн та тăрас килмест — нисколько. Сред. Юм. Яхăн та ан кала. Ни за что не говори. Ядр.Эпĕ çулла нумай çывăрма вĕреннĕскер, манăн ыйхаран яхăн та тăрас килмеçт, анчах ирĕксĕр тăрас пулать. Хĕвел, № 1. Пирĕн чăваш, вĕренсе, пысăк çынна тухсассăн, мăн-кăмăлланса каять. Чăвашсем çине яхăнта та пăхасшăн мар. Орау. Яхăнне те итлемеçт. «Не слушает ни за что». Макка 123°. Вăл хушнине тумашкăн яхăнне те итлемен (и не думал слушаться). || СТИК. Пухаççĕ, пухаççĕ, тет (ягоды), хĕрĕсен (у девушек) пуракĕсем тулма яхăнта та çук (далеко до краев), ывăл ачин пуракĕ тӳпеми тулса кайнă. || Недавнее, близкое время. Ч.С. Ĕлĕк ут та кустараччĕç (во время «сĕрен»), тет те, ку яхăнта пăрахăç тунă. Альш. Халĕ тата, çак яхăнсенче, тырă пулманнипе, ят сахаллипе юхха ере пуçланă вăл (он стал беднеть). См. яхăнта, яхăнччен.

яхăнччен

приблизительно до... Альш. Вăл ту Мертлĕ çумĕнченех пуçланса каять те, урлăшĕ пĕр çухрăм çура яхăнччен пулса, куклĕ евĕрлĕрех пырать Сĕве хĕрринелле.

яхтă

(jахты̆), сосна. N. Яхтă = хырă. Юрк. Яхтă, кĕреш, хулă. Календ. 1906. Çур-çĕр енче йывăçсенчен яхтăпа ăвăс анчах ӳсет. СЧУШ. Упа çул çинчен вунă утăма яхăн кутăн кĕнĕ, яхтă хыçнелле çитнĕ; яхтă хыçнелле çитнĕ те, çавăрăнса тӳрех кайнă. Упа. Ман хыçра пĕр виç утăмра пысăк яхтă. Трхбл. Çӳлте турă, çĕрте патша, яхтăсерен пакша, арăмсерĕн к...

яш

(jаш), стройный; стройно. Якейк. Пирĕн анкартинче пĕр яш кайнă хурăн пур. Сред. Юм. Аслă çул хĕрĕнчи яш хурăн, тĕнĕл пуç лекмен кун иртмест. Чăв. юм. 1924, 56. Мăн çул çинче яш хурăнсем илемленсе лараççĕ. Юрк. † Çтĕлте авăтат çав кукку? Çирĕк хыçĕнче, яш хырлăхра. IЬ. † Яш хура вăрманта вуникĕ кукку, вуниккĕш те харăс авăтсан, яш хура вăрман янăрайĕ. Кĕвĕсем. Йăвăçсем кайрĕç яш ӳссе. Собр. Яш пĕве кайнă чухне, ватта ятран каламарăм (так как называть стариков по имени считается предосудительным). || СТИК. Яш хулă, тонкий, гибкий прут.

Яшутка çăлĕ

назв. ключа около д. Изванкиной. Изванк. Çав варта пĕр вĕресе тăракан çăл пур, çав çăла Яшутка çăлĕ, теççĕ.

яшка

(jашка), варево: суп, щи, уха и пр. КС. Яшка ― всякая похлебка: Купăста яшки, щи; улма яшки ― суп. Çăмах яшки, сĕт яшки, çăмарта яшки, чăх яшки; улма çулчи яшки (из картофельн. литвиньи); серте яшки, çеçпĕл яшки, вĕлтĕрен яшки, пултăран яшки, мăян яшки. Череп. В пон. «яшка» входит, что варится в котле и чугуне: купăста яшки, пăтă, паранкă яшки, салма. Трхбл. Яшка — кушанье вообще, в частности салма, суп. Орау. Малтан çур-кунне вĕлтĕрен яшки пĕçереççĕ, унтан çеçпĕл яшки, унтан серте яшки, пултăран яшки, улма çулçи яшки пĕçереççĕ; кĕр-куннепеле вара, купăста çунаттисем чĕрсе, купăста яшки пĕçереççĕ. IЬ. Паян пулă яшки çирăмăр. Сегодня мы ели уху. IЬ. Какай яшки улма (картофель) ярса пĕçернĕ. Сред. Юм. Яшка сысма çĕрне тупмас, тесе, пит вĕрет, тессине калаççĕ. Юрк. Чăвашсем ашлă яшкасене пит юратса çиеççĕ. Выльăх пуссан, пĕр хуран аш пĕçереççĕ. Ашĕ пиççен, унăн шӳрпи çинче пăтă пĕçереççĕ. Чуваши мясное варево едят очень охотно. Заколов скотину, они варят полный котел мяса. Когда сварится мясо, в наваре варят кашу. Вотлан. Курак патне карăм та, курман яшка (невиданное варево) çытарчĕ. Ст. Чек. Яшка çисе пуçтарсан, кашăк юлсан, хăна килет. Если, когда уберут после еды со стола, на столе останется ложка, то, говорят, придет гость. Собр. Яшка пĕçерекен хĕр (на свадьбе). Чуратч. Пулă тытăпăр та, унтан яшка пĕçерсе çийĕпĕр. Наловим рыбы и сварим себе уху. Альш. † Пултăранпа вĕлтĕрен тип яшкана кастарать (делает менее безвкусной).

яшка пиçĕмĕ

время, в течение которого можно сварить похлебку. Сред. Юм. Эпĕ паян пĕр яшка пиçемĕнче пилĕк çохрăма калла-малла кайса хутларăм (сходил за 5 верст).

яшка-çăкăр

угощенье. Б. 13. Ч.П. Яшка-çăкăр ту, приготовлять пищу. Н. Седяк. Унччен унта яшка-çăкăр хатĕрленĕ пулать. До этого там приготовляют угощение. || Варево и печево. Сред. Юм. Каланккă кăмакара яшка-çăкăр пĕçерес çок, пĕр-хутчин (лучше) пысăк кăмаках тутарас пȏлать.

яштай

(jаштаj), стройный, высокий, тонкий. Рак. Пĕр яштай сар ача çӳреччĕ паян, те Пӳркел ачи пулчĕ. Альш. † Хура вăрман сайхахне (scr. хайхахне) суйларăмăр яштайне.

яштака

(jаштага), стройный, прямой и высокий. См. яшта, яштай, яштак. Шел. 127. Яштака, тӳрĕ, хитре ăвăссем (стройные осины). Хорачка. jаштагатӧр, с'ӳђӓ. Шибач. Ай, яштака (тӳрĕ, хитре) çитĕнсе кайнă! . Яштака çын = вăрăм, хитре çын. . Яштака хорăн. Ир. Сывл. 9. Яштака хырсем... шăрантараççĕ хăйсен кĕввине (льют свою мелодию). СПВВ. ТМ. Тӳрĕ пĕр туратсăр вăрăм йăвăççа яштака йăвăç, теççĕ; çӳлĕ çынна та яштака теççĕ. Сорм-Вар. † Яш ĕмĕр яштака, яштах иртсе каймин-ччĕ. А. Турх. (Ăтăр) чиркасран яштакарах. Ч.П. Çӳçĕ те хура, пĕвĕ те яштака. Хурамал. Вăрман варринчи йывăç яштака пулать (= туратсăр пулать те, вăрăм пулать). Ердово. † Çĕмĕрт холли яштака; яштак холли авсассăн та хоçăлмаç, амасассăн та хоçăлмаç. || М. П. Петр. «Яштака ― представительный, величавый».

ейӳ

(jэjӳ), разлив реки. СПВВ. Х. Ейӳ — разлив воды. Ст. Айб. † Кăçал йĕпе питĕ пулчĕ, ейӳ карĕ аякка. Нынче было очень мокро, разлив был широкий. (Та же песня и в с. Тайбе). Ядр. Ейӳ тухсан, во время разлива. Ч.С. Пирĕн пĕр Пăла (scr. Була) ятлă пысăк çырма пур, вăл çур-кунне ейĕве каят (разливается). N. Çыранĕсенчен тухса, пит ейĕве кайса выртать (о реке). Изамб. Т. Çур-кунне шыв тулсан, ейӳ тухать те, икĕ енелле те сарăлса каять. IЬ. Кăçал ейӳ тухăрĕ (= тухрĕ, вода вышла из берегов). IЬ. Кăçал ейӳ инçене сарăлчĕ (широко). IЬ. Ейӳ чаксан, атмапала пулă тытаççĕ. После спада воды рыбу ловят наметкой. IЬ. Ыраш аксан, ăна ейӳ пусат. Если посеять рожь, то ее затопит разливом. Хыпар № 5, 1906. Нил шывĕ, тулса, 10—14 аршăн çӳлелле хăпарса каять; вара хăй çырансенчен тухать те ейӳ пулать (инçе сарăлать). Сир. 46. Фисонпала Тигр шывĕсем çĕнĕ çимĕç ĕлкĕрнĕ вăхăтра ейӳ кайса тулнă пек вăл ăслăлăх тултарать. Имен. «Ейӳ — зажоры, разлив реки. Ейӳ пула пуçласан». N. Çаран ейӳве кайнă. Луга залиты водою. || «Изволок». Тюрл. Ейӳ — изволок. || Неглубокое место в реке, где вода течет мелкими струйками. Тюрл. || Мелкий (о посуде). СТИК. Ейӳ тиркĕ, ейӳ чашкă, тесе, ăшăк чашкă-тирке калаççĕ.

евĕр

(вэ̆р), образ, форма, вид, подобие. А. Турх. Çын евĕрне çухатрĕ. Потерял человеческий образ. N. Вăл хăйăрăн евĕрĕ те çук. Требн. 159,29. Анчах вăл санăн евĕрне илсе те, ăна усраймасăр, санăн сăмахна тытса тăман. N. Ку лаша манăн хамăн; сан лашу евĕрне килет пулĕ те çав (похожа), тĕнчере сахал-и-мĕн пĕр тĕслĕ лашасем? || М. П. Петр. Евĕр — порода. СПВВ. П.В. Евĕр — племя. || Подобно. Сам. 59. Хăй çавах та, выçă евĕр (как голодный, будто голодный): пĕтетпĕр пуль... кам тӳсет! Кан. 1928, № 149. Вăл Тимĕрç-касра патша евĕрех.

пĕр евĕрлĕ

одинаковый(-во), на один образец. Н. Уз. Тĕрлĕ халăхсен пĕр евĕрлĕ сăмахсем пулма пултараççĕ. У разных народов могут быть схожие (одинаковые) слова. Ч.С. Аа чăкăтне тĕне кĕнисем те, тĕне кĕменнисем те пурте пĕр евĕрлĕ (все одинаково), ак çапла пуçлаççĕ.

екки яр

екке яр, прилаживаться; настраивать, «гладить по шерсти». Юрк. Тӳрлетсе куçарса çырма вăхăт çук, çитменнине тата екки яман вăхăчĕ (не в настроении), пĕрте ĕçлес килмес. СПВВ. ФИ. Пĕр-пĕр карчăк ялан ак вăрççа çӳрет-çӳрет те, сасартăках кăмăлĕ уçăлать те, ытла аван калаçать: екки ячĕ карчăкăн, теççĕ. Карм. Екки яман вăхăчĕ = ĕçлес килмен вăхăт. Ст. Чек. Екки яман, тет-ха, çавăнпа тăмас, тет. IЬ. Ăна ăйхинчен тăма екки яман, тет-ха. СТИК. Тяпанăн (табаны̆н) екки янă. Степан перестал сердиться, стал даже заискивать. IЬ. Халь тем, екки ячĕ-ха (настроился), атту пăявна сĕтĕрсен те, пырас çук (о человеке, который вдруг почувствовал расположение к работе). СПВВ. Х. Екки янă. Альш. Екки ярсан, Екким пек. (Насмешка над именем Екким). М. В. Шевле. Екки ярсан, Екким пек. Когда у него хорошее настроение, то он бывает приветлив, добр и т. п. Ст. Чек. Екки янă чух вăрçмас. Когда он в хорошем настроении, то не ругается. Изамб. Т. Пирĕн анне те, екки ярсан (когда в хорошем настроении), пит аван: сĕт те парат, çу та парат, хăйма та парат. Хурамал. Екки янă чухне-кăна ĕçлеççĕ вĕсем (только когда захочется). КС. Екки ячĕ. У него появилось расположение.

Емпике

(мбиг'э); личн. имя женщ. || В переносном смысле. Абаш. Емпике — хĕрсем пĕр-пĕрне калаççĕ (в смысле «япăлти»).

емпĕлчĕк

комочек слизи. М. П. Петр. Этем йăхĕ еп. пуç. кайн. 35. Тĕрлĕ шывра пурăнакан емпĕлчĕк чунсем пурте пĕр йăхах пулсан та, вĕсен çийĕнчи хытă хуппи... темиçе тĕрлĕ те пулать.

ен

(jэн'), сторона (склоняется только с афф. 3-го л.). N. Унăн икĕ енĕпе вăрман. По двум сторонам его лес. Т. М. Матв. Пĕр енче хир, тепĕр енче вăрман. (Кĕрĕк). Регули 1148. Хола енчен килчĕ. Прибыл со стороны города. Чхĕйп. Шырланăн (промоина) ял енчи хĕрне (край). Регули 1150. Ман ен(н)е пăх, конталла. Смотри в мою сторону. М. Васильев. А, вăл енне кайсассăн, ан ти! ая кĕрес çук. Собр. 429°. † Ай мулла, Ярмулла! Ярмулларан сăра илтĕм, пĕр енĕн чусĕ çук. (Искаженная п.). Бюрг. † Эпирех те каяс çулсем çинче икĕ енĕпеленех канавлă. По обеим сторонам дороги, по которой мы должны ехать, канавы. Орау. Енне-енне виçшерĕн тăраççĕ. Становятся по трое на каждую сторону. Юрк. † Енне-енне вуникĕ кусуй чӳрече кастарчĕ. По обеим сторонам вырубил по 12 окон. Сред. Юм. Енчен-енне тайкаланса пырать. Качается из стороны в сторону. || Бок. N. Эп сулахай енне выртсан, çывăримастăп. Мне нельзя (я не могу) спать на левом боку. Шибач. Пирĕн кин, тет, ача турĕ, тет; пĕр енĕ хĕвел, тет, пĕр енĕ ойăх, тет. Хыпар № 8, 1906. Енчи хĕррисене (аяккисене) шывлă тăмпа сĕрсе якатас пулать. Края боков нужно сгладить, обмазав мокрой глиной. || Календ. 1907. Икĕ енни тавлашнă чух, председатель вĕсене килĕшме ӳкĕтлет. При споре двух сторон председатель старается примирить их. Ст. Чек. Пуçма-пуç улăшрăмăр, пĕр енчен те сĕтев паман. Поменялись без всякой придачи (баш-на-баш), ни одна из сторон не дала придачи. || Сторона села; страна N. † Ула кĕсрен тыйхине хăях утă та йорĕ-чĕ; çакă ен хĕрсене мăк сухал та йорĕ-ччĕ. N. Пирĕн еннереххисем. Те из них, которые находятся (живут) ближе к нам, в нашей стороне. Регули 1151. Хăйсем ен(н)е каяççĕ. Отправляются в свой край. Альш. Çĕрпӳ енчисем эпир. Мы со стороны Цивильска (наша родина около Цивильска). О сохр. здор. Хале ĕнтĕ эпир хамăр пурăнакан енчи çимелли япаласем мĕнлине, хăшĕ кирлине пурне те пĕлтĕмĕр. || Отношение, Hinsicht. Ст. Чек. Вăл енчен калама çук. В этом отношении и говорить нечего. Хыпар № 33, 1906. Вĕренес енчен те тĕлĕнмелле вĕренеймеççĕ. В отношении учения они тоже не очень-то успевают. Беседа чув. 7. Христос тĕнĕ енĕпе тутарсем ун чĕрине пит ыраттарса пурăннă. Чет. пути. Халĕ ĕнтĕ Америкари çынсем епле пуян, пур енчен те (во всех отношениях) малтан пыраççĕ. Истор. церк. Ĕненекенсен хушшинче пĕр енчен те йĕрке пулман. || В значении послелога. Чума. Çавăнтан кайран вара çын е вилес енелле каять, е сывала пуçлать. Хыпар № 31-2, 1906. Вăл татах пăлхану енне шухăшлĕ. Псалт. 48,5. Юмахпа каланă енне хăлхама чикĕп, вăл юмаха псалтир каласа ăнлантарăп. Сборн. мол. Вăл ман енне хăлхине чикрĕ, ĕнтĕ хам кун-çулăмра ăна чĕнĕп. Регули 1149. Хĕвел ен(н)е çавăрăнчĕ. Обернулся (лицом) к солнцу. Сред. Юм. Кĕр енне кайсан (к осени) çанталăк сивĕтет вара. Синерь. Ир енне. К утру. Макка 110. Пирĕнтен хĕвел-тухĕçĕпе çур-çĕр енче. От нас на северо-восток. IЬ. 72°. Ялăн çур-çĕр енче. К северу от деревни. Альш. Качча кайсан, ачу-пăчупалан вăл еннелле пăхма вăхăт çук вара унта (когда пойдут дети некогда будет этим заниматься). IЬ. Турă енне те ытларах (больше) шухăшлаççĕ. IЬ. Чăп ĕç çыннисем чăвашăн авланса, качча кайнисенчен пуçласа ватталла çывăхарнисем таранччен. Вĕсем лешсем пек ял сутне кĕмеççĕ, лешсем пек юмăçĕ-вĕрӳçĕ енчех лармаççĕ. || В чувашизмах. Юрк. Нимĕн тума пĕлмесен (тăва пĕлмен енне) ăна та кăна та шухăшласа пăхаççĕ, чăвашсем вилменнине кура вăсенĕн тĕнне кĕрсе чăваша тухма та шухăшлаççĕ. П.П.Т. Вăсем аптранă енне (не зная, что делать) ак епле тунă... Сир. 113. Чун тарăхнă енне ӳпкелешем пĕреххут. Буду жаловаться в горести души моей. Ч.С. Эпĕ вара ним тăвайман енне (не зная, что делать), хупаха кайса лартăм. Баран. 28. Çи-халĕ ăна, çавăнтах шăлă шанса кайĕ, тесе пырать, тет, нимĕн тăвайман енне. Ч.С. Вăл унта, нимĕн тăвайман енне, вут çуннă тĕле сăхманĕпе витнĕ. Альш. Микулĕ каланă: çапла çав, вăл пуяс енне чукун та юр çинчех пĕçерет тенĕ. N. Аптăранă енне ним калама пĕлмесĕр суеçтертĕм. Хыпар № 37, 1906. Хресченсем хăш тĕлте, аптăранă еннипе: куланай параймастпăр, тесе, приговорсем çыра пуçларĕç. || Страница. КС. Икĕ енне те вуласа тухрăм. См. пит.

енлĕ

Эпир çур. çĕр-шыв 15. Ку урам пур çĕрте те икĕ енлĕ (в два порядка) мар: пĕр енне ларма çырма чăрмантарать.

Енешпи

некогда личн. яз. имя женщ.? Собр. Йăпăр-япăр Енешпи, ырçа çинче пĕр канаш. (Шăши).

еннелле

см. ен, енелле. N. Хăлхупа ман еннелле тăр. N. Ман еннелле пăхса тăр. N. Питĕпе (лицом) ман еннелле тăр. Юрк. Хай чикан ачи, пĕчĕкçĕскер, пĕр еннелле вăшт анчах турĕ (быстро улизнул). N. Эс ман еннелле аяккупа (çурăмăпа) тăр. Ты встань ко мне боком (спиной).

енчĕк

(jэнζэ̆к,—џ̌э̆к'), кисет; кошелек; кожаный кошелек для денег. Изамб. Т. Енчĕк ― кисет для денег или для табаку. Щ.С. Енчĕк — кожаный кошель для денег, вешался на пояс. IЬ. Ĕлĕк, турă çынсене укçа вайлеçнĕ (sic!) чухне, вырăссем укçа илме мих илсе кайнă, çавăнпа вĕсен укçа нăмай. Чăвашсем енчĕк анчах илсе кайнă. Енчĕк ăшне укçа сахал кĕнĕ, çавăнпа чăвашсенчен пĕр пуян çын та çук. Альш. Хĕрсен чĕрçитти кантрисем çумĕнче, пысăклăх çумĕнче, енчĕк (кисет) пулать. Вăл енчĕкне çавракарах тăваççĕ те, пиччĕн енĕшне темĕнле-темĕнле татăк-татăк улалатса çĕлеççĕ хăшĕ. Унта хăнасем панă укçисене яраççĕ. КС. Енчĕк — мешочек у женщин; в него кладут нитки, шнурки и пр. СПВВ. НН. Енчĕк — хĕр-арăмсен пилĕк-çыххи çумăнчи кĕсйи. Пшкрт. нџэ̆к, то же, что енчĕк. Ст. Шаймурз. † Авалхи те тенкĕ, кив тенкĕ, енчĕк тĕпне ярса пулмарĕ. Старинную серебряную монету не пришлось положить в кошелек. Сред. Юм. † Енчĕк тõлли окçи пõр, пĕтĕм пасара хăй пõхать. Шел. 31. Тарай тутри енчĕкĕ пурте пурçăн шерепи. Юрк. Старик, виçĕ çĕр тенкĕ укçине аллине илсе, укçа йнчĕкне чиксе хурат. Бел. Гора. † Саратав (= Саратту) енчĕк сар енчĕк; тулне пурçăн туртрăмăр, ăшне кĕмĕл хыврăмар. . Енчĕк — укçа хуракан сăран хутаç. Альш. † Пире укçа памасан (если не даст), шăши кастăр енчĕкне, арлан тулттăр укçине; пире укçа парсассăн, шăши юсĕ сыхлатăр. || Украшение (у женщ.). На грубом рисунке из Шибач. изображено так: [[Image:]]Сбоку приписано: «моркка». Сёт-к. Енчĕк — женск. украшение. Юрк. † Утса-чупса çырла пухат кунсем шăрăх вăхăтра; енчĕк çӳçи тытса йĕрет пит асăннă вăхăтра. || Scrotum. Шибач. || Вымя. Торп-к. Качаки вăрмана кайса килчĕ те, йорлать, тет: хир, хир вути татрăм, хир, хир орлă каçрăм; енчĕкĕм толи (= толли) сĕтĕм пор, муþ хоппи толи çăвăм пор, тесе йорлать, тет. Чураль-к. † Енчĕк тулли сĕтĕм пур, мăйăр хуппи тулли пылăм пур. (Юмах юрри). См. кача. || В одной песне встречается вм. ĕнчĕ. N. † Атăл варринче шур енчĕк (lege: ĕнчĕ); ăсса илес чĕ, ăсми çук.

Еншик

некогда имя мужч. || Назв. села Яншихова, Батырев. вол. Буин. у. Янших. «Вăл яла пĕр инçетри Еншик ятлă ялтан куççа килнĕ, тет-чĕç».

ер

(р), увязаться, привязаться, присоединяться; сопровождать; принимать участие. Якейк. † Сарă вăрăм варли пур, сар ачасам ереç поль. Есть у меня красивая, статная подруга, но, должно быть, привяжутся к ней красивые парни. Сёт-к. † Хор лотра варлия хора ача ерчĕ поль, атьăр киле ачасам. N. Кам ăслăлăхлă, çавна ер (присоединись). Требн. Вăл хăйĕн урапи çинче ларса Исаиа пророк кĕнекине вуласа пынă. Святой сывлăш Филиппа каланă: çак урапа çумне пырса ер, тенĕ. Н. Сунар. Кашкăр, хавасланса, йытăпа пĕрле ерсе карĕ, тет, йытă патне. НАК. Пирĕн аттесем те вăл йĕркене ерсех каймаççĕ. И наши родители не очень-то принимают участие в этом обряде. Чăв. ист. 10. Çав авалхи юмах пире чăвашсенĕн тĕп-аслашшĕсем çĕр ĕçне мĕншĕн ерсе кайнине пит лайăх кăтартса парать. Беседа. Вăл вара çав çĕрте пурăнакан пĕр çын патне пырса ернĕ; вăл çын ăна сысна кĕтме янă. || Вступить в предосудительную связь. Чăв. й. пур. 29. Унтан вара вăл шăллĕне те авлантарнă, ăна авлантарсан, ун арăмне ернĕ. Ала 11°. Вăл татах тапăннă, тет, анчах ерейман ăна вăл (id efficere non potuit, ut cum femina coiret). ЙОН. Çакă ялта хĕр нумай, качччă ермен хĕр çук. Сир. 81. Хĕр чухне вĕсемшĕн пăсăласран, ашшĕ килĕнчех йывăрланасран хуйхă; мăшăрлансассăн, урăх çынна ересрен, упăшка пур çинче ача-пăчасăр пуласран хуйхă. || Приставать (о болезни). О сохр. здор. Вăл чир тумтирсем, пĕренесем çине те ерсе юлать. Эта болезнь заражает и одежду и стены. Сред. Юм. Кĕçĕ ернĕ. Пристала чесотка. || Увлечься (чем). Истор. церк. Ĕçке-çике ан ерĕр, эрех хыçсăн ан кайăр. Беседа. Çапла хăтлана-хăтлана, пĕтĕмпех ĕçке ерет. IЬ. Ĕçме ернĕ çын. Спившийся человек. Беседы на м. г. Ĕçке ернĕ çын. Требн. 50,28. Ĕçке ерсе пурăнмастăн-и? || N. Эп юхха ертĕм. Обеднел. || Прилипать (напр. о паутине). К.-Кушки. Эрешмен карти ура çумне ерет (осенью).

ерт

понуд. ф. от ер. Собр. Ула-куракпа чакак тус пулĕç, хура-курака ертмĕç, теççĕ. Ворона с сорокой будут друзьями, но грача в свою компанию не возьмут. (Послов). Юрк. Таса мар алă-шăлли куçа чир анчах ертсе тăрат (заражает). Симб. Ваççук ятлă юлташ хăйсен кӳршинне кишĕр вăрлама ертсе карĕ (повел меня). О заступл. Тарçă вĕсене ертнĕ те, вăрмана илсе тухса кайнă (повел их). N. Вăл хăйпе пĕрле арăмне тата хăй хурăнташне ертрĕ те, кĕреçесем илсе, çарана кайрĕ. Сёт-к. Самай кĕтӳвĕ (= кĕтĕвĕ) тохса кайнă чохне, хамăр ĕнесене пырса ертсе ятăм (пустил в стадо). Орау. Пĕре мулча (мул'џ̌а) кĕрсе ертсе килнĕ-ччĕ (притащил), унтанпа пыйтă тавраш курман. Сиктер. Лаша хыççăн (за лошадью) тиха ертме парăсăн-ччĕ. (Моленье). Альш. Пĕр вырăспа ертсе ярать вĕсене. Сир. 169. Хăй вĕсене мачча çине ертсе улăхнă (проводила их на чердак). || Заставить бегать за собою (о животных и человеке). N. Вăкăр ĕне хыççăн чупать, пашпăртне валать (odoratur pudenda); пирĕн ĕне вăкăр ертнĕ (хăй хыççăн чуптарать). Орау. Пирĕн ĕне ертет нихак-ха, слав пух. IЬ. Ĕне ертни (со времени случки) пĕр-ик ĕрне пур нихак ĕнтĕ. Якейк. Çак хăтайăн хĕрĕ пор, ялта ертмен ача çок (в непристойном см.). Кан. 1927, № 234. Ĕне пĕтĕ е хĕсĕррине вăкăр ертни виçĕ эрне иртсен тин пĕлме пулать. IЬ. Вăкăр ертичченхин пек мар, лăпкă çӳреме пуçлать.

ертсе çӳрекенни

проводник, провожатый. || Провожатый умерших (на том свете). Макка 221. Хывнă чухне ак çак сăмахсене каласа хываççĕ: умăнта пултăр, сĕкĕл ту, пĕр турамĕ пĕр çăк пултăр; умăнта пултăр, ертсе çӳрекеннине те тивтĕр. IЬ. 189. Çын вилсен, ăна асăнса хывнă чух, чăвашсем темĕскерле ертсе çӳрекенĕ асăнаççĕ: ертсе çӳрекенин умĕнче пултăр (теççĕ). Чхĕйп. Тата йĕртсе (sic!) çӳрекен, сана та сăрапа асăнатăп, эсĕ çак анчах вилнĕ çынна лайăх йĕртсе (sic!) çӳре, тенĕ (вăл вилнĕ çынна ертсе çӳрекен кам вăл, уна пĕлмен ĕлĕк, вилнисенчен пĕри йĕртсе çӳрет пулĕ, тенĕ). N. Чăн малтан çав ват çынна асăнса хываççĕ: (имя) пичче, ертсе çӳре (имярек. Обращаются к умершему старику, прося его быть вожатым для скончавшегося младенца).

еркĕш

любовница, наложница. Описка? См. еркен. N. Пĕр вăхăтра унăн вунпилĕк арăм пулнă, тата вĕсенчен пуçне еркĕшсем те пулнă. (В другом месте той же рукой — еркĕн).

ермеш

(рмэш), связываться, путаться; приставать. СПВВ. † Амăшĕ улма çумланă чух, каччăсемпе ермешсе, кĕпçе çиме кайнă, тет. Хорачка. Утсам икшĕ оþлса çӧреччĕ, каþан пĕрле ермешеччĕ (подружились). Н. Карм. Пысăк çын утса пынă чух, пĕчĕк ача чупса та аран ермешет (= аран çитсе пырать, ерсе пырать). Ачасене ятлаççĕ: мĕн ман хыçран ермешен? теççĕ (что ты за мною увязался?). Сужд. 33. Тата ун пек пуласси çавăн йышши çынсемпе ермешнинчен килет. Сред. Юм. Эп пĕлеп пĕр хам ĕçе те, õн пик кирлĕ мар ĕçе ермешместĕп (не связываюсь).

еç

(jэс), относить, сносить, приводить, свозить, отвезти. См. леç. Ходар. КС. Пшкрт. jӓс, относить. СПВВ. Еçрĕ, вм. леçрĕ. Б. Яныши. Салтакĕ йăттине çывăха еçмеçт, тет. Чураль-к. Ама-çурине салтаксам патне еçсе яни. (Сказка). Якейк. Эп Йăкраха (jы̆граhа) икĕ вос ыраш еççе прахрăм. Я отвез на мельницу, называемую «Йăкрах», два воза ржи. Регули 621. Хăш он вали хатĕрленине (ойăрнине) еççе пар. То, что приготовлено (отобрано) для него, снеси. Коракăш. Çавăнта çитиччен еççе хăварха. Отвези-ка до такого-то места. Хыпар № 9, 1906. Яшкине пĕр тăм чашкăпа еçе-еçе панă (относили).

етес

(дэс), дужка. См. йĕтес. Сред. Юм. Чăххăн малти сейник (= сенĕк) пик уйăрлакан кăкăр шăммине етес тесе калаççĕ. IЬ. Алтанăн, чăххăн кăкăрĕнче сейник (= сенĕк) пик уйăрлса тăракан шăмă пор, çавна вара иккĕн ик юппинчен тытаççĕ те, хуçаççĕ; он какайне пăртаккăн-пăртаккăн уйăрса пор пӳртри çынсĕне те валеçсе тохаççĕ; кайран вара, эрехле уйăрнă полсан, шăпа тытаççĕ те, кăш чохне эреххине çавăнтах ĕçтереççĕ, хăш чохне тепĕр чохне хăй патне чĕнсе ĕçтереççĕ; аланман ачапа хĕр уйрать полсан, кĕпесĕм тĕрлесе памалла, тотăр илсе памалла уйраççĕ. Г. Т. Тимоф. Етес ĕçеç. Пирĕн чăвашăн, чăхă пуссан, етес уйăраççĕ пĕр-пĕринпе, ашне çинĕ чух. Уйăрнă çĕрте калаçаççĕ (условливаются) «улталамалла» та «улталамалла мар». Улталамалла калаçсан, кам улталаканнийĕн япала парасси каçать; кама улталанă, çав-кăна парать вара, кампа уйăрнă çавă. Улталамалла мар калаçсан, икĕ енчен те пĕрне-пĕри япала параççĕ. Калаçаççĕ унта пĕри кĕпе парса тепĕри пушмак илсе памалла та, е пĕри кĕпе тепĕри пысăк явлăк илсе памалла та, е тата урăх мĕнне те пулсан тумалла та, е тата икĕ енчен те пĕрер сăраковушкăшар эрех илсе ĕçтермелле те, ытларах та калаçаç: темĕскер, шăнкăрав çакса, лашапа пырса, илсе каймалла та. Тупаççĕ унта калаçакансем епле пулсан тума: сĕтел айне кĕрсе ларса, юрламалла, кĕпе киллипе туртмалла, пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. Çавна калаççĕ вара пирĕн чăвашăн: «етес тус» теççĕ; «етес туспа ĕçмелле», теççĕ. Етесне уйăрнă чухне, етес çумĕнче ашĕ пулать унта; çав ашне — уйăрнă çĕрте кам пур — çавсене параççĕ пĕчĕкçĕн-пĕчĕкçĕн, валеçе-валеçе. Вĕсене вара етес тӳленĕ çĕре чĕнеççĕ ĕçкине ĕçме. Çав Пукравра-мĕнте ĕçеççĕ унăн ĕçкине. Етес çамрăксем уйăраççĕ ăна, ватăраххисем те сайрахутра уйăркалаççĕ те, анчах вĕсем сахал уйăраççĕ. Çамрăксен илемлĕ вăл етес уйăрни — чăнлани. Чĕнеççĕ хай етес тусне, етес юлташĕсене. Тытăнаççе ĕçме. Хăнасене ăсатсан, тытăнаççĕ вăл тавраша. Ĕçкĕ пулать вара вăл питех те аван: етесе хытă ĕçеççĕ ăна. Пуçтарăнать унта çамрăк-кăна: пыраççĕ уйăрнă çĕрте пулманнисем те, вĕсем те илсе каяççĕ вара пĕр-пĕрин патне. Хай тытăнаççĕ юрлама, тытăнаççĕ ташлама, купăсĕ те пулсассăн. — «Етес ĕçес» теççĕ вара çавна. Унта ватă таврашĕ пулмас та çамрăксем ĕçнĕ çĕрте: хăйсене ирĕк вара вĕсене. Çӳреççĕ çапла кунĕпе пĕр-пĕрин патĕнчен тепĕрин патне кĕре-кĕре. Ӳсĕрĕлеççĕ те вара хĕрсем, пичĕ-куçĕсем хĕп-хĕрлĕ хĕретне пек пулса каяççĕ. Тытăнаççĕ вара кулма, шӳт тума. Пĕр шӳтле вăл хĕри-пăраç ĕçки. Хăйсем ӳсĕрĕнчен хăйсем кулаççĕ вара вĕсем ун пек чухне. Вăл етес ĕçнĕ çĕре пыллă сăра таврашĕ те, тутлă сăрасем тăваççĕ вĕсем кăкшăмсемпе. Этемме çавă ӳсĕртет. Етес ватăраххисем те уйăраççĕ пĕр-пĕринпе. Вĕсем «эрех ĕçмелле» — мĕнле калаçаççĕ: пулуштухшар-и, штухшар-и. Пĕр-пĕрне вара лашапа тиесе çӳресе ĕçтереç. Унта пулать вĕсен те вăййи, кулли. Тупса килеççĕ купăççине те, калама çук «аван» ĕçеççĕ. Илметума кайнă çĕрте, тăрантас çинче, ялан та минтер таврашĕ вара хăйсен. Етес туртмасан, нимĕн те пулмас, туртсан — вилсен, етес шăммине уйăраççĕ тет». Çапла калаççĕ чăвашсем, етес уйăрасси çинчен. Уйăрсан вара, епле те пулсан чăнласшăн тăрăшать. Уйăрать те, чăнлать. Чăнланă çĕрте тата тепĕрисем уйăракансем пулаç. Вĕсем вара тата кăсене «етес ĕçкине чĕнеç. Тупăнса пырать вара çапла етес ĕçӳ».

ехветтĕр

(jэх'вэт'т'э̆р), ефрейтор. Орау. Вуник салтак пĕр ехветтĕр пĕр качака тĕшне тăмаçть.

Еш-Тĕп

назв. местности в лесу. Альш. Сĕве хĕрринерех лап çĕр пур карташ вырăнĕ чухлĕ. Унта çĕмĕртсем, ытти çӳлĕ йывăçсем ӳсеççĕ пĕр çиччĕ-саккăр. «Еш-Тĕп» теççĕ вăл вырăна. Г. Т. Тимоф. Унтан Елшел çывăхĕнче вăрманта «Еш-Тĕп» тиекен вырăн пур.

ешĕл

(жэ̆л'), зелень; зеленый. Хыпар № 11, 1906. Пĕр ик-виçĕ эрнерен вăл вырăна та ешĕл пусса илет. N. Курăк çине ан вырт, кĕпĕне курăк ешĕлĕ çапĕ (у тебя рубашка сделается от травы зеленою, с зел. пятнами). Шаймурз. † Тăхăнăрсам ешĕлĕ пĕтиччен. Надевайте их (перчатки) до тех пор, пока не слиняет их зеленый цвет. Баран. 5. Çаран çинче курăксем ешĕл пулса ларĕç-ши? тесе, шавлать пӳртри çын. Альш. † Ешĕлех те калпак эп тăхăнтăм, ешĕлех те хулана эп кайрăм. Чув. сборн. 144°. † Атăл çинче ешĕл машшина (пароход). Ст. Шаймурз. † Шурă Атăлпа ешĕл машшина, хумхантарать Шурă Атăл шыв(ĕ)сене. Лашм. † Унăн хуппи (ставни у окон) ешĕл сăрлă иккен. . † Хура çыру, ешĕл пичет пирĕн савни аллинче. . † Алăкăр умĕнче решетке, аллăрта ешĕл перчетке. Ау 281. † Шур-Атăлпа юхса килет ешĕл пуçлă машшина. Fontes 1. † Шур-Атăлтан юхса килет ешĕл пуçлă машшина. Образцы 45. Аллăрсенче ешĕл перчетке, ан пăрахсам ешĕлĕ пĕтиччен.

йывăр

(jывы̆р ), тяжело; тяжелый. См. йăвăр. О земледел. Кирлĕ мар çĕре йывăр сӳрене яма юрамасть. Пользоваться тяжелой бороной без нужды нельзя. Альш. † Манран юлнă арăма, ĕçе йывăр ан хушăр. (Когда я уйду в солдаты, не заставляйте мою жену делать тяжелую работу. Изамб. Т. Йывăр тăпрăр (ваша земля) çăмăл пултăр! (Обращ. к умершим, на поминках). Тяжесть; тягость. Хыпар № 43, 1906. Вĕсем урам тăрăх аллă-утмăл утăма утма та пит йывăра хураççĕ (считают за труд). Ib. № 11. Çулта-лăкра ĕçнине шута (хисепе) хурсан, лăнках (порядочно) пухăнать; çук çынсене, чухăнсене йывăра килет (приходится тяжело). Сред. Юм. Пит йывăр çĕклесен, çынна йывăр лекет (он надрывается). Толст. 4. Эпир ахалех ытлашши йывăра сĕтĕрсе çӳретпĕр. || Трудный. Самар. Кучченеç хутаççине пит йывăр тĕвĕ çыхаççĕ, ăна хĕрĕн инкĕшĕнчен салттараççĕ. Ст. Чек. Йывăр çавăрса каланине ăнласа илет. Понимает трудные выражения ( мысли). || Груз. Альш. Халиччен йăтайман арчасене, йывăрсене урапа çине тиени сисĕнмерĕ. Н. Шинкусы. Çавăн пек мала тухакан (быстрых, обго-няющих во время скачки в аслă ӳчӳк) лашасене хăшĕ-хăшĕ, çавăн пек çĕре çӳрешшĕн анчах, йывăра кӳлмесĕр, çитерсе усраççĕ. || Горе, беда. Истор. 152. Хамăр пуçа йывăр килсен те, парăнатпăр ĕнтĕ. С трудом. Ст. Чек. Йывăр сывлать, тяжело дышит. || Беременность. Ст. Шаймурз. Иван арăмĕ йывăра юлать (= çине юлнă). Жена Ивана беременеет. || Обидный, обидно. Букв. 11. Йывăр ан кала. Не говори чего-либо обидного. || Гибельный, опасный, опасно. N. Йывăр пăрăнтан, йывăр çумрăнтан сыхласа тăр, ӳч-ӳк, çырлах. Сред. Юм. Йывăр çилтен, йывăр хĕвелтен тор сиртĕр. (Говорят во время молитвы. Богдашк. Пĕчĕкçĕ ача тăм çисен, йывăр (тягота) пулать, теççĕ. || Медленно. Календ. 1906. Малтан пит йывăр ӳсет (бамбук). || Тяжелый (о болезни). N. Йывăр суранлă, тяжело раненый. (Солд. письмо). || Тяжело (заболеть). Сборн. по мед. Хăш чухне çав вăхăтрах куçĕ те пит йывăр пăсăлать. Ib. Йывăр çуратмалла пулсан (при трудных родах) пулăшмашкăн доктор та пур, кирлĕ им-çамсем те алă айĕнчех. Чăв. й. пур. 35. Хай Куçманăн арăмĕ йывăртан йывăрланнă та, пĕр эрнерен вилнĕ-кайнă. || Преступный, преступление. Ала 16. Мĕн йывăр ĕç турĕ ку çын, çын вĕлерчи-мĕн вăл, е тата урăх вăрă-хурахра çӳрери-мĕн? Какое преступление совершил этот человек: убил ли, или совершил какую-либо кражу? Хыпар № 43, 1906. Ĕçлемесĕр пурăнса, вĕсем усалланса, асса каяççĕ, пĕтĕм вăйне ĕçсе, йывăр тусах пĕтереççĕ.

йывăрлан

прибавиться в весе, отяжелеть. N. Икĕ-виçĕ эрнере хур ик-виç кĕрепенкке йывăрланса каят. В две три недели гусь прибавляется в весе фунта на 2 или на 3. Чув. прим. о пог. 207. Ватă çынсен шăмшакĕ йывăрлансан, хулпуççи (пилĕк-çурăм) ырата пуçласан, йĕпе пулать. Если старикам становится тяжело, плечи (поясница) начинают болеть, то будет ненастье. || Тяжело заболеть. Скотолеч. 34. Йывăрланса çитсен, сурăх пĕре (= то) пĕр вырăнта çавăрăнса тăрать (при вертеже)... О сохр. здор. Вăл (чирлĕ çын) питĕ йывăрланса, вĕриленсе çитет те, тăтăшах çывăрать. Ч.С. Йывăрланнă-çем йывăрланса пычĕ. Ей становилось все хуже и хуже. Ау 11°. Тĕнче-çăвар пит йывăрланса çитрĕ, тет: вилептĕр, тесе калат, тет. || Забеременеть. N. Йывăрлан (йывăр-çын пул). Сир. 81. Хĕр чухне вĕсемшĕн пăсăласран, ашшĕ килĕнчех йывăрланасран (чтобы не забеременели) хуйхă; мăшăрлансассăн, урăх çынна ересрен, упăшка пур çинче ача-пăчасăр пуласран хуйхă.

йывăç

(jывы̆с'), дерево. См. йăвăç, йӳç. Курм. Пĕр йывăçа касса ярăп та, тăратимăп. (Этем вилни). N. Тирĕсене пусакан çĕрти йывăçсем çине çакса хăвараççĕ. Шкуры вешают на деревьях, около которых колют (животных). СТИК. Йывăç муртакланса кайнă. Дерево стало близко к гниению, т. е. сделалось дряблым. N. Малтанхи кĕçнерни-кун каçхине, çĕрĕпе, пĕр-пĕр варти йывăç айне ватти-вĕттипе пухăнса, выльăх пусса, хăйсем пĕлнипе выльăх ашне пĕçерсе, учӳк тăваççĕ. || Деревянный, неотесанный. СТИК. Эй йывăç чĕлхе! Хăнтан пысăккине çапла калаççи! (Говорят маленьким, когда они называют старших по именам). || Яблоня. N. Йывăççинчен улми аякка ӳкмес, теççĕ. (Посл.) Яблоко от яблони недалеко падает. || Бревно. Сред. Юм. Солă пĕренисĕне йывăççран-йывăçа (пĕренерен-пĕренене) лектерсе, çыхса тохаççĕ (задевают одно за другое). || Дубина (caudex). Альш. Эй хытнă япала! Тăрать çавăнта, йывăç! Эх, остолоп! Стоит тут, дубина!

йывăçăн

в виде дерева. Хыпар № 6, 1906. Ытти вуллисем те пĕр-пĕринпе яваланнă пирки пĕр йывăçăннах çыпсăнса ларнă.

йынăш

(jыны̆ш), то же, что йăнăш. Сред. Юм. Кȏ ача-пчапа! Мĕн пĕр-май йынăшса, кӳтесе ларан поль ȏна (канючишь)! IЬ. Йытта çапсан, йынăшать. IЬ. Мĕн йынăшша тăран? О чем ты плачешь? (жалобным голосом).

йыншака

капризный плакса. Сред. Юм. Пĕр-май йĕрекен пĕчик ачасĕне йыншака ача теççĕ.

йыншахла

(jынжахла), капризничать, хныкать. Сред. Юм. Пĕрикĕ кȏнтанпа ачана тем чирĕ килсе лекрĕ, пĕр-май йыншахласа çӳрет хăй... . Пĕр-икĕ кунтанпа ача йыншахлакан пȏлчĕ-ха ман; тем пȏлчĕ.

йысна

(jысна), зять. П. У. Йысна ― муж моей старшей сестры. Сред. Юм. Аму йăмăкĕ хăвăнтан аслă пȏлсан ȏн ȏпăшкине йысна теççĕ; хăвăнтан кĕçĕн полсан, кĕрӳ теççĕ; тата хупа пĕр тантăшах полсан, ятран та калаççĕ. . Йысна — муж старшей сестры моего мужа и все мужья девиц, превосходящих возрастом моего мужа и происходящих из его селения. IЬ. Йысна, 1) муж пысăк аппа (старшей сестры моей матери); 2) атте йăмăкĕ, хăвăнтан аслă пȏлсан — аппа, ȏн ȏпăшки йысна. См. кĕрӳ. К.-Кушки. Йысна тесе, амăшпе пĕр тăван аппашин упăшкине калаççĕ (муж сестры матери). . Йысна тесе, ашшĕпе пĕр тăван аппăшин упăшкине калаççĕ (муж родной сестры отца). . Йысна тесе, амăшпе пĕр тăванăн хĕрин упăшкине калаççĕ (муж двоюродной сестры по матери). . Йысна тесе, ашшĕпе пĕр тăванăн хĕрин упăшкине калаççĕ (муж двоюродной сестры по отце). . Йысна тесе мĕн пур ратнери хăйĕнчен аслăраххисен упăшкисене калаççĕ (муж всех, кто в родне старше говорящего). . Йысна тесе, хăйсен ялĕнчен ют яла качча кайнă хĕрĕн упăшкине (кирек кам пулсан та) калаççĕ, кайнă хĕрĕ хăйĕнчен (говорящего) аслăрах пулсан (мужья всех, вышедших замуж в другую деревню, лишь бы их жены были старше говорящего). . Йысна тесе, мĕн пур хăйĕнчен аслă, хăйне пĕр тăвансен упăшкине калаççĕ. Муж родной сестры, которая старше говорящего. Вомбу-к. Йысна (акай упăшки). Н. Карм. Йысна — муж аннен йăмăкĕ, аттен йăмăкĕ, муж упăшкийĕн аппăшĕ.

йыт

собака. См. йытă. Образцы II, 108. Хура çырла авăрне хурт çирĕ, пирĕн çамрăк телее йыт çирĕ. Арçури. Пĕр старик вăрманта чĕлĕм чĕртме тапратнă; куç витĕрех мар пирки, пыран ута курмасăр, йыт вилĕмпе вилнĕ, тет (умер собачьей смертью). Орау. Кашăкки йыт чĕлхи пек (похожа на собачий язык) те, умпа хăçан тултаран. Изамб. Т. Епле сирĕн ул йыт çимен çимĕçе çиес килет? Как это вам хочется есть пищу, которой и собака не стала бы есть? Т. Григорьева. Йытăн (йыттăн) хӳри кукăр, уна шанма çук, теççĕ. У собаки хвост кривой, ей доверять нельзя. (Послов.). Сред. Юм. Йытпа кȏшак пик вăрçса-тйвĕçсе порнатăр çанта. Живете во вражде, как кошка с собакой. Г. Т. Тимоф. Вилнĕ çынсем хăйсене асăннă çĕре йытă сăмсисем çине ларса килеççĕ, теççĕ. Говорят, что покойники (во время поминания их) являются на поминки на собачьих мордах. Сред. Юм. Манпа пит çапкаланса çӳретем эп сана! Пĕр хĕнеме пуçласан, йыт вилли тăвăп эп сана! (Изобью как собаку!). IЬ. Ман пик патак çинĕ çын тĕнчере тепĕр пор-ши ȏ? Йыт çимен патакка эп çинĕ (собака не видела столько побоев, сколько их я перенесла). Арçури. Йыт орипе от (как собака).

йыт хӳри

брань. N. Кос-ха, холана кайса! Аму к...и мар-и! (или: йыт хӳри мар-и!). Сбегай-ка в город! — Чорта два, как не сбегать! Тюрл. Мана пĕр-икĕ улма пар-ха! ! — Ме ак йыт хӳри! (не хочешь дерма в рыло?).

йыхăр

(jыhы̆р), звать; манить (напр. собаку), скликать. Ст. Чек. Йытта йыхăрать. . Çитĕннĕ ачасене тутарсемпе çапăçма йыхăрчĕ (кликнул). Чăв. й. пур. Час йыхăрса килĕр (позовите) алă пусакансене (тех, кто подписался), тенĕ. Сказки и пред. чув. Вĕсен çулĕ хĕрринче улма-йывăççи курăнать, çаврака сулхăнĕпе хăй айнелле йыхăрать (манит под свою тень). Никит. Тырă нимине те çав пӳрт нимине чĕннĕ пек чĕнеççĕ (йыхăраççĕ). N. † Улăхра çӳрет хура лаша; йыхăртăм-йыхăртăм, тыттармарĕ: аллăра çăкăр çук, терĕ пуль. N. † Хăна-вĕрле йыхăртăм кӳршĕ-аршă кăмăльшĕн. || Пригласить гостей через особых верховых посыльных. Юрк. Пĕр виçĕ хутчен çапла килсе, сăра ĕçтерсе, юрласа, йыхăрса каяççĕ.

йыхрав

приглашение, зов. Охотник. У нас пасха начиналась в среду на страстной неделе. Утром в этот день мальчики с каждого двора выезжают верхом и, собравшись вместе, приглашают всех к себе пировать. Начинают они с одного конца деревни и кончают другим концом. На каждом дворе их встречают с ведром пива, стоя на крыльце. Они подъезжают к ведру по одному и, выпив по ковшу пива, отправляются на следующий двор. Это называется йыхрав — приглашение на пир. Менча. Йыхрав яр — посылать звать в гости (ĕçке). Ч. П. Çак килтен йыхран яман пулсан, килмĕттĕмĕр эпир çак киле. Б. Бур. Иван патне сăра ĕçме — пĕр йыхравран ан юлăр, икĕ йыхрава ан тытăр (чит. ан кĕтĕр ― не ждите второго приглашения). Рак. Атьăр Хĕлин патне сăра ĕçме; пĕр йыхравран ан юлăр, икĕ йыхрава ан кĕтĕр. Туй. Туй пулас пулас (sic!) каç пĕр пĕр ăратнери ачана йыхрава яраççĕ. Альш. Йыхрава кил. . Йыхрава кайни. . Кайса кил йыхрава (позвать, пригласить). Сред. Юм. Йыхравсăр епле хăнана каян поль? Если не звали, как пойдешь в гости? Чăвашсем 15. Пĕлтĕр пирĕн ялсем Улатимĕр Ăçтаппанĕ Миххайла праçникĕнче Рак-кассине йыхрава кайнă (поехал). || Тимер. † Ах, тăхла чăçăм Пăлаки! Ӳснĕ-ӳсмен хĕрĕшĕн çуллен йыхрав яраттăн; пирĕн шăллăм (жених) ӳсмен-ччĕ. Пирĕн шăллăм ӳссессĕн, хамăрах пырса илтĕмĕр. || Йыхрав = пăлчав? Чăрăш-Туйçа (Чебокс. у.).

йыш

(jыш), семья. Н. Т. Ч. Арăмĕ вара хуранти пăттине хай тăпăрăслă сĕтне сĕтел çине антарса лартат, вара пур пек йышĕ ларса çиет. Собр. Йышне кура хурăнташĕ. Смотря по семье и родня. (Послов.). Ала 71°. † Çич ют йышĕ умĕнче мĕн каласан килĕ-ши? Аххаяссăм, аххаяс, хай-хай, аххай, аххаяс! . 93°. Вăсен йышĕ мĕн пурĕ çиччĕн пулнă. М. П. Петр. Йыш — семья в доме; свойство, порода. Сала 183. Патша ывăлĕ кĕрсен, çурт йышисем: авланатна? тесе ыйтаççĕ. Янш.-Норв. Авланас текен йышне те çын питĕ кирлĕ пулсан: памастпăр (девушку), тенĕ сăмаха пăхса тăмаççĕ (не обращают внимания на отказ). || В переносном зн. Ист. Церк. Монахсем пурте пĕрле, пĕр йыш пулса, пурăнакан монастырсене общежитие теççĕ. Ч. П. Кĕчӳне ӳсекен çамрăксем патшалăха (салтака) каяççĕ йыш пулаççĕ; ах мăнтарăн хĕрĕсем, çичĕ юта каять, йыш пулать (присоединяются к чужому семейству). Янтик. † Амаран хĕр çуралать, юта каять, йыш пулать (хушать?). || Артель, люди. Йышпа ĕçлеме лайăх. С людьми работать хорошо. N. Эпĕр асăнни сакăр кун, тухни тăхăр кун, йыш пуçтарни виçĕ кун. (Такмак). А. Турх. Йышĕ çитет-ха вăл та. Людей-то достаточно (для работы). IЬ. Йыш тупрăр-а? Нашли ли достаточно людей для работы? (или игры и пр.). Янш.-Норв. Çук, кăçал памастпăр (дочь замуж); ĕçлеме те йыш çук, пăртак амăшне пулăшкаласа пурăнтăр-ха. N. Ĕçлеме йыш тупма кайнă. Ч. С. Тырăсене кӳртсе, улăмсене купаласа пĕтерсен, ыраш çапнă йышсене апат çитерсе ятăмăр. || Товарищ. Ч. П. Кам пире тĕл пулсан, ай, тус пултăр, кам пире май пыран, ай, йыш пултăр. Ст. Шаймурз. Суйлан йышне тупман, тет. (Послов.).

Йышши

(шши), подобный. Çавăн йышши, подобный тому; кун йышши, подобный этому. Беседы на м. г. Ху йышши этем. Ст. Чек. Турăх йышши мар, хăймапа юрсан. Беседа чув. 14. Çав праçниксенче ачасем пуçтарăнаççĕ те, пĕр-пĕр вырăна тĕрлĕ йышши йывăç лартса тултараççĕ. || (Какого-либо) сорта, качества. Календ. 1904. Чĕкĕнтĕре вăрăм йышшине акас пулмасть, чăмăр йышшине акас пулать. N. Ĕççĕр çынсем калаçакан йышши сăмахсем. Н. Шинкусы. Ывăлĕ те тата пит час сиксе тухса каякан йышши мар иккен (не из таких, чтобы скоро убраться вон). Сир. 316. Вăл ун патне патша хурăнташĕсене анчах паракан йышши ылттăн пиçиххи янă. N. Авă эпĕ, пĕр пилĕк çул пулать ĕнтĕ, ачасене шултăра йышши çĕр-çырли лартма патăм.

пĕр йышши

некоторый. Суждение. Пĕр йышши çынсем. Изамб. Т. Пĕр йышши халăхсем кита ак çапла тытаççĕ. || Некоторые (из группы). Ч.С. Пĕр йышши (одни из них) учӳк валли пăтă пĕçерме халăх суйласа илнĕ çынна ченме каяççĕ, пĕр йышши кӳрĕше хурансем илме каяççĕ.

йинке

то же, что инке. Альш. Йинке — тете арăмĕ, аттепе пĕр тăванăн арăмĕ, ытти пур хамăр ратнери манран аслисем; кукка арăмĕ. Аттепе пĕр тăванăн арăмне, асаттепе пĕр тăванăн арăмне, ассаннепе пĕр тăванăн арăмне, кукаçейпе е кукамайпа пĕр тăванăн арăмне те аслă йинке е пысăк йинке, теççĕ. IЬ. Йинке — пăяхам арăмĕ. Сред. Юм. Йинке — жена старшего брата мужа. Чăв. й. пур. 29. Çав Павăлăн хăнчен пĕр йинкĕш юлнă, вăл, тет, ăслă карчăк пулнă. К.-Кушки. Йинке тесе, упăшкинчен аслă, упăшкипе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ. (Жена брата мужа, который старше мужа). IЬ. Йинке тесе, амăшпе пĕр тăванăн арăмне (куккăшин арăмне) калаççĕ, куккăш хăйĕнчен аслă пулсан. IЬ. Йинке тесе, кукашшĕпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата дедушки по матери). IЬ. Йинке тесе, аслашшĕпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата дедушки по отце). IЬ. Йинке тесе, упăшкипе пĕр тăванăн арăмне, вăл (арăмĕ) хăйĕнчен кĕçĕн пулсан та, калаççĕ, анчах упăшки тăванĕ хăйĕнчен аслă пулмалла (жена брата мужа, если даже она и моложе говорящей, но если брат мужа старше мужа). Юрк. † Эпир туя каймасан, йинке илсе килмесен, курмассерен куçран сур, пĕр иккĕ-виççĕ кутран тап. К.-Кушки. Йинке тесе, хăйĕнчен аслă, хăйпе пĕр тăванăн арăмне калаççĕ (жена брата, который старше говорящего). Йинке тесе, ашшĕпе пĕр тăван тетĕшĕн арăмне калаççĕ (жена старшего брата отца). . Йинке тесе, амăшпе пĕр тăванăн ачин арăмне, вăл ачи хăйĕнчен аслă пулсан калаççĕ (жена двоюродного брата по матери, который старше говорящего). . Йинке тесе, ашшĕпе пĕр тăванăн ачин арăмне, вăл ачи хăйĕнчен аслă пулсан, калаççĕ (жена двоюродного брата по отце, который старше говорящего). IЬ. Йинке тесе, кӳрши е хирĕççин арăмне калаççĕ, вăл хăйĕнчен аслăрах пулсан (жена соседа или живущего напротив по другому порядку той же улицы, если та старше говорящего) IЬ. Йинке тесе, ялти хĕр-арăма (кирек кама та) унпа калаçна чухне, ăна сума-суса калаççĕ (хĕр-арăмĕ аслăрах пулсан). Назв. всякой женщины в селе, из уважения, если она старше (обращающегося к ней). . Йинке, тесе кирек хăш хĕр-арăма та, кирек ăçта пулсан та, унтан мĕн-те-пулсан ытмалла пулсан, калаççĕ; вăл хĕр-арăм хăйĕнчен аслăрах пулсан (обращаются ко всякой женщине, где бы то ни было, если она кажется старше обращающегося). || Молодая женщина (как по-русски тетка, тетенька). Юрк. † Чипер йинкесем хыççăн çӳре-çӳре (ухаживая) пĕр кĕсье сарă ылттăна пĕтертĕм.

аслă йинке

жена самого старшего брата мужа. К.-Кушки. Аслă йинке тесе, упăшкипе пĕр тăванăн, чăн аслă пăрачин, арăмне калаççĕ (жена самого старшего брата мужа).

кĕçĕн йинке

жена младшего брата. К.-Кушки. Кĕçĕн йинке тесе, упăшкипе пĕр тăван чăн кĕçĕн пăрачин арăмне калаççĕ. Анчах вăл кĕçĕн пăрачĕ çапах та упăшкинчен аслă пулмалла. (Жена самого младшего из братьев мужа, родившихся раньше его).

çĕнĕ йинке

жена дяди по отце, женившегося не так давно. К-Кушки. Çĕнĕ йинке тесе, ашшĕпе пĕр тăванăн арăмне, вăл халĕрех-кăна авланнă пулсан, калаççĕ. IЬ. Çĕнĕ йинке тесе, хĕрипăраçсем ратнери хăйпе пĕр танлăрахăн арăмне калаççĕ. Хăшĕ-хăшĕ çав ята кайран та пăрахмаççĕ вара (так зовут девушки жену родственника, который с ними более или менее в равных летах). || Жена недавно женившегося (в доме или в родстве). . Çенĕ йинке тесе, килте е ратнере халĕрех-кăна авланнă çыннăн арăмне калаççĕ пĕчĕкрех ачасем. Ав çĕнĕ йинкӳ хĕвелçамăш парас тет, кус-ха кайса ил! (Говорят детям. С течением времени это назв. ими забывается).

йишлантар

(jишландар), понуд. ф. от гл. йишлан (это начертание фонетически верно, но орфографически нет). Ходар. Ĕрчетсе йишлантар (скот): пĕр вĕçĕ картара пултăр, тепĕр вĕçĕ вакра пултăр. (Молитва в «чӳклеме»).

юк

v. quae im. coitum. Чураль-к. † Икĕ çатан хушшинче те шапа юк-юк тăвать, тет; пĕр пуянăн сарă хĕрĕн хырĕм пенк-пенк тăвать, тет.

юл

йол, (jул, jол), оставаться. К.-Кушки. Михĕ хваттире юлнă. О сохр. здор. 57. Тата ĕнтĕ пирĕн вĕлле хурчĕ пылĕ çинчен пĕлесси анчах юлчĕ. N. Юлнă ĕçе юр пусат. (Послов.) N. Никам та килмесĕр юлма пултараймасть. Каждый обязан явиться. Регули 243. Эп киле йолнине вăл корчĕ. Он видел, как я остался дома. Истор. Пĕр çын юлмиччен шыв хĕррине кашни тĕне кĕме анччăр. Качал. Йăван тухнă чухне сылтăм енчи пичкинчен ĕçрĕ, тит; вăйĕ ĕлĕкхи паках юлчĕ, тит (у него вернулась прежняя сила). Шинар-Бось. Пĕр карттус çырларан пĕр çырласăр юлтăм. Чинер. Эсĕ килтен тухнă чух, Микула сывă юлчĕ-и? Альш. † Пирĕн пек айвансенчен мĕн юлать? Мĕн выляни-кулни, çав юлать. Г. Т. Тимоф. Çăкăр юлмиех çитрĕмĕр. Дожили до того, что остались без хлеба. М. Сунчел. Çăмăр учукне хыт-çухана тухасси пĕр эрне юлсан тăваççĕ (за неделю до пара). СЧЧ. Уншăн вăсен чӳк туман çĕр (место) юлмарĕ пулĕ; юмăçа кайман ял юлмарĕ пулĕ (ради больного всех йомзей обегали). Хĕрлĕ Урал 1921, № 10. Çурчĕсем пĕр юпа та юлмиччен çунса пĕтрĕç. Дома сгорели до тла. Чăв. й. пур. 29. Ачисем хăнчен çамрăк юлнă. Дети остались после него малыми. Бюрг. † Пире илес тиекен кăçалхи çул ан кĕттĕр, килес çула ан юлтăр (пусть не останется до будущего года). Сёт-к. † Сакăр така пусакан... сакăр сар хĕр пăхакан инке-арăмпа йолакан. Ст. Айб. † Савса сарă хĕр шыракан инке-арăмсăр юлакан. Кто ищет себе в жены красавицу, не получит и вдовы (см. инке-арăм). Ч.С. Вĕсем мун-кун иртсенех, çимĕк çавăн чул эрне юлчĕ, çавăн чул кун юлчĕ, тесе, калаçкалах тăраççĕ. || Отставать. Ст. Шаймурз. Пирĕн шухăш улат каялла. Изамб. Т. Ман лаша чилаях юлнă иккен. Янтик. Ача урапа хыçĕнчен чупса пыраччĕ: эп те пырап! тесе; хай ашшĕ ал-чăмăркки кăтартрĕ те, ача тăра юлчĕ (отстал). N. † Йăваш хĕр юрланă чух, пуян çынсенĕн ывăлĕсем юлни çук. Çутталла 71. Çуна хыççăн пĕр утăм юлми сиксе пырать (не отставая ни на шаг). Завражн. Манран пĕр виç аршăн йолса (или: кайра) отса пычĕ (шёл). Юрк. Суха сухаланă, утă çулнă, авăн çапнă, вăрман каснă, пур ĕçе те ĕçленĕ — арçынсенчен пĕртте юлман. Шигали. Чупсан-чупсан, пирĕн Петĕр ятлă юлташ, ырса, юла пуçларĕ. N. Ĕçрен полсан, эпех мар, ман шăлăм (sic!) та мантан нумай йолмасть. НТЧ. Элеккан килĕнчи ĕçĕ те хăйĕнчен кăçта юлнă, çавăнтах тăрат, тет (в том положении, в котором он их оставил); арăме ни ĕçлеме, ни юмăçа кайма аптăранă, тет. К.-Кушки. Ĕçрен юла пуçларăм. Я стал отставать от работы. Юрк. Хăй ватă пулсан та, ĕçрен юласшăн мар (работает). || Уйти под снег. N. Калчи ытла вăйлă йолмарĕ. || Быть ограничену. Альш. Çапла пирĕн тăхăр ял çĕр вăл вĕçĕнче Сĕвене-кăна юлать; Сĕве урлă каçаймас. || Не попадать куда. Çĕнтерчĕ 32. Пĕр-маях Кеорки салтакран юлса пымалла пултăр. || Прекратиться. Толст. Санпа туслă пуласси кунтан юлтăр ĕнтĕ (прекращаю дружбу с тобою). || В отриц. ф. ― потерять способность к отправлению естественных функций (вследствие утомительной работы, гов. о частях тела). К.-Кушки. Сӳс тĕве-тĕве аллăмсем юлмарĕç (навихал руки). Алик. † Хура турă лашине хура шыва ӳкертĕмĕр; пичи (ятне калаççĕ) кăмăлне, шăннам-ша(к)кăм юлмарĕ, урам-алăм (sic!) юлмарĕ. Шибач. † Тĕрне (= тăрна) çимен пăрçине пире коккăль туса парчĕç, шăлăм-çăварăм йолмарĕ. Курм. † Тем хамăра полас пак (невеста), çĕрне-конне пĕлмерĕмĕр, пилĕк-çорăм йолмарĕ. || Избежать. N. † Çакă патша саккунĕнчен ниепле юлмалла мар. (Солд. п.). Чăв. й. пур. 18. Вара эсĕ ку ăлавран пĕтĕмпех те юлăтăн. || Перестать рожать. Ст. Чек. Ачаран юлать. Перестает рожать детей. . Хĕр-арăм хуйхă пусмăрланипе çамрăкларах ачаран юлат. || Остаться в живых. К.-Кушки. Вунулттăран пĕри те юлмарĕç. || О зачатии. Ст. Чек. Юлнă. Произошло зачатие. [Срв. КС. Арăмĕ, ăшне (хырăмне) ача хăварсан, упăшкине пăрахрĕ, тет]. IЬ. Манăн санран ача, юлчĕ. Я от тебя забеременела. || Пропускать. Суждение. Эрнипе ĕçкĕ пулас пулсан, эрнипе те ĕçкĕрен юлас çук (они). Н. Шинкус. Ĕçкĕ-çикĕ ĕççе çинĕ çĕртен те юлманскер, курнат, ку (кажется, не оставляет без посещения). С. Никçан пĕр кĕлĕрен те юлман вăл. С.П. Кĕлле каясран нихăçан та юлман. Шибач. † Лаша начар илес терĕм ― хак (чит. хак) йӳнĕ; хак (хак) йӳнĕшĕн тăрмастăм-ччĕ, соха пенчен (=панчен) йолас çок. || В кач. вспомог. гл. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 46. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 14. Çапла пирĕн çĕр начарланса юлнă. М. Сунчел. † Аçу-анӳ пур çинче выляс вăййăна выляса юл. Хурамал. Кăларсассăнах, çук пулса юлчĕ, тет пери (чорт). Сир. Ноеммин çапла икĕ ывăлĕнчен те упăшкинчен те тăрса юлнă (лишилась). Ч.С. Çапла вара вĕсем пĕр ĕнесĕр пĕр лашасăр тăрса юлчĕç (остались без лошади и коровы). Ч.П. Вĕренсе юл, тăван, çак юрра. Юрк. Тутарсем çапла пĕри те пĕри виле пуçласан, пĕтĕм ялĕпе хăраса юлаççĕ (можно и: ӳкеççĕ). N. Эпĕ матякне вучаха хутăм: пут! терĕ, пат! терĕ, Патĕр-ялне кĕрех кайрĕ, хура йытти вĕрех юлчĕ, выртан каска йăванах юлчĕ (перевернулась). Синьял. Кайăкне тимерĕ (не попало в птицу) тет те, тĕкĕ вĕçсе юлчĕ, тет. N. Вăл хутсем сире кирлĕ пулсан, илсе юлăр; кирлĕ пулмасан, каялла парса ярăр. Скотолеч. 33. Кĕсенĕ хăпăнса ӳксен (отстанет) унăн вырăнĕ хĕрелсе юлать. Орау. Паянхи кун юлашкинчен эреке ĕççе юлмалла; ӳлĕмрен эреке ĕçмелле мар закон тухнă, ырантан вара никам та эреке ĕçме юрамаçть. Янтик. Çапла кăлăх калаçаччĕç; унтан лешĕ кăне (= кăна?) çапла каларĕ те, ку тăра юлчĕ, ним калама та аптăрарĕ. Ч.С. Эпĕ ун сăмахне итлемерĕм, пĕчченех тăрса юлтăм. НТЧ. Юмăç вунçичĕ пус укçана илсе юлать. Леш (тот) киле тавăрăнать. Альш. Халĕ ĕнтĕ вăл кӳлĕ ăшăкланса юлнă (обмелело). Хыпар № 42, 1906. Ури айĕнчен тенкеле урипе тĕртсе янă та, Васильев çакăнса юлнă. N. Пĕри апат пĕçерсе юлнă (остался варить обед). М. Яуш. Вара ухмах касса юлчĕ, тет те (остался рубить лес), пичĕшĕсем хăйсен лутки çине ларчĕçĕ, тет. С.-Устье. Вара пысăк вырăс пĕчĕк вырăса как çапрĕ, тет те, пĕчĕк вырăс кăшт пĕшкĕнсе юлчĕ, тет. Хыпар № 29, 1906. Кӳршĕ вара хăй ĕненнĕ пекех ĕненсе юлчĕ (поверил). || В некоторых чувашизмах. Юрк. Ашшĕ шухăша юлат. Отец задумался (о нужде своей). Ст. Шаймурз. † Çак тăвансем патне килсессĕн, юлнă кăмăлсем тупăнчĕç. О заступл. Эсĕ малашне пĕр ырăлăхран та юлмăн, тенĕ. Альш. † Лайăхах та килсе, сыв таврăнсан, тăшманĕсем юлĕç шухăша. N. Вилесрен-кăна юлсаттăм. Я чуть не умер («остался от смерти»). Чураль-к. Сăмахран полсан, эп çын айне йолаканни мар вара. Я на словах другому не уступлю. Ч.П. Шур укçу çине ан пăх, аппа, сăнă юлĕ ун çине. Макка 179. Малтанах куç чĕлхипе, ăншăрт чĕлхипе юлмасть. К.-Кушки. Эп унпа чисти алăсăр юлтăм (все руки отмотал).

юланут

(jуланут), верховой. Сунт. 1929 № 2. Таçтан хусах юланучĕсем сиксе тухса пире хупăрласа илчĕç. Хурамал. Çул çинче çапла тарăхса пынă чух, ун хыçĕнчен пĕр юланут тусана мăкăрлантарса килет, тет. СПВВ. БМ. Юланут, — юналут, — юналук, юналăк (верхом на лошади). Бугульм. † Ут юланут çинче куç-кĕски.

юлашки

остаток. НТЧ. Кайран, юлашки юлсан, хăйсен ăратнипе, юри кайса, чĕнсе çитереççĕ. Янш.-Норв. Юлашки юлнине (кушанье) ялти чухăн çынсене кайса параççĕ. Сир. 259. Лешĕ çинĕ, тăраннă та, юлашки те юлнă. Пропов. о блудн. сыне. Сысна юлашки икĕл хуппи. Шелуха желудей, оставшаяся от свиней. Изамб. Т. Капăртма юлашкинчен е çавăн йышшинчен пĕчĕк çăкăр пĕçереççĕ. Ун пеккине хăпарту теççĕ. Ядр. † Сар хĕр амăш каларĕ: 80 тенкĕ хулăм, терĕ. Ах тăхлачă, тăхлачă! сакăр ача йолашки (отставная любовница восьмерых) сакăр тенке кирлĕ мар! N. Чăваш юлашки, вырăс юлашки (негодный). Ч.П. Çак ирçе ялин хĕрĕсем пиртен кая юлашки. Бугульм. † Пирĕн инке пуласси теплĕ таса юлашки (последняя, случайно уцелевшая, virgo); эпир илнин юлашки шăль тăкăниччен ларин-ччĕ. || Остальной. Собр. 164. Юлашки ешкен тути çук, теççĕ. (Послов.). || Последний. Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 7. Шутласан, юлашкисем мĕнпе-те-пулин вăйлăрах пулнă пулас. ЙОН. Çирĕм пĕр çула хам çитрĕм, юлашки хам юлтăм. Регули 907. Йолашки патне çитичченех лайăх-чĕ, йолашки при осал полчĕ. IЬ. 1030. Эп йолашки полтăм (килтĕм). Я оказался (пришел) последним. IЬ. 1031. Йолашкине вăлсам анчах йолчĕç (вăл анчах йолчĕ). Последними(-ним) остались они (он). Юрк. † Атте мана юратат, юратат та х(к)улянмас; юлашки унăн епле пулĕ, тет. || Поскребыш (последний ребенок). Орау. Юлашки мар-и вăл? Он у них не поскребышек ли?

йолт

подраж. моментальному прыжку. См. ялт. Шорк. Такам полчĕ, пĕр çын чӳрече омĕнченех йолт-йолт! чопса иртсе карĕ. IЬ. Йолт! вырăнтан сиксе тăчĕ. IЬ. Йолт сикрĕ те, карта орлă каçрĕ-кайрĕ. IЬ. Пăрçа (çыртакан пăрçа) нимпете тытма памасть, йолт! сикет те, куçран çохалать. Завражн. Полă алăран йолт сиксе тохрĕ. Панклеи. Карта патне çитсен, карчăк: карта орлă каçма пар, çичĕ хĕр пуçне çима пар, терĕ те, йолт! сиксе каççĕр карта орлă. Шор-к. Утне такам кӳлкеленĕ, чоптарса кайнă çĕртех пĕкĕ тăрнт! турĕ те, çӳлелле йолт! сикрĕ те, ман ут тăварнчĕ-карĕ. Тюрл. Йолт! сиксе тăнă (тŏнŏ). Вдруг вскочил. (У КС. здесь ялт). Совсем. Хорачка. Алăка йолтах уççа прах. Шибач. Ачине йолт оççа пăрахрĕ сăкманне, çап-çутă çутăлчĕ: ачин пĕр енĕ хĕвел, пĕр енĕ ойăх — питĕ çутă. (У КС. здесь ялт).

юлташ

(jулдаш), товарищ, компаньон, сверстник. М. П. Петр. Юлташ — товарищ; сотрудник; спутник. Н. Ч. Çул çӳрекен çынсемпе юлташа пырать. СЧЧ. Мирон пичче вара хăйне юлташа Иван пиччене илчĕçĕ те, тухса кайрĕçĕ. Сир. Мидия çĕрне Рага хулине мана юлташа пыраймăн-ши эсĕ? (не пойдешь ли со мною?) N. Ак сана пĕр курка, ăна юлташ тепĕр курка илсе кил. || Жена, подруга жизни. Ч. П. Хĕрлĕ улма тени маттур хĕр, ӳссен, юрамĕ-ши юлташа? Золотн. Йолташ — жена. Тимер. † Ай-уй савнă тусăм, хура куçăм, пăха пĕлсен, юлташ пулмĕ-ши? Юрк. Этем çапла каласан, турă та хăй йăнăшне сиссе, кăна валли юлташа (в товарищи) нимĕнрен тума аптăраса, пур тунă япаласенчен юлнă юлашки япаласене пуçтарса, вĕсенчен тата тепĕр çын, хĕр-арăм, тума тытăнат. || Муж. Собр. 372°. Урайне кана-кана шăлсан, юлташĕ кана-кана хĕнет, тет. Если мести пол с отдыхом, то, говорят, муж будет бить с отдыхом. Сорм.-Вар. † Атя киле (юлташĕ ятне), ача-пăча пӳрт тулли.

юлташлă

имеющий товарища; состоящий в товариществе (с кем). Ал. цв. 22. Эпир санпала юлташлă, аван пурăнатпăр. Мы с тобой товарищи, хорошо живем между собою. N. Юлташлă çынсем, пĕр çĕре пуçтарăнса, канаш туса лараççĕ. Чтен. по пчеловод. Юлташлă пулнисене, образовавших товарищество.

юлхав

(jулhав), ленивый. Ст. Чек., П. У., Б. 13. Юлхава ялан уяв. Для лентяя всегда праздник. СПВВ. ПВ. Юлхав — козм. юлахай. СПВВ. ФИ. Юлхава (наяна) хывса юлчĕ вĕтĕ, теççĕ. Хау 216. Юлхав юррисам. Сред. Юм. Юлхавăн ялан праçник, тесе: юлхав никçан та ĕçлемес, пĕр-май праçник тăвать, тессине калаççĕ. М. П. Петр. Юлхав. См. услап, лодырь. Пролей-Каша. Йолхавтарах, несколько ленивый, с ленцой. || Послед. М. П. Петр.

юман

йоман, (jуман, jоман), дуб (зимний). N. Юман считается красивым деревом. См. нĕр. М. Васильев № 3, 12. Вара ват çынсем йомантан пăчкă тăваç те, çав пăчкăпа каскана сăтăрса вăт кăлараç. IЬ. 9. Пирĕн ялта ĕнтĕ пĕр вăн-ик çол пор чӳк тума пăрахни; ĕлĕк чӳк тунă вырăна пирĕн халь те Чӳк çырми теç. Онта халь пĕр татăк тăрăллă ватă йоман ларать, ăна пĕр Кантрашка ятлă ват çын, лаша пуç шăмми çакса, ӳстернĕ. Он тăрри аçи çапнăран татăлнă. Курм. † Уй варринче ват йоман; ати, тесе, карăм та: килех, улăм! темерĕ. Изамб. Т. Пĕр-пĕр çын юман ӳстере пуçласан, унăн лартнă юманĕ мăйĕ хулăмĕш пулсан, хуçи вилет, теççĕ. Микушк. Юмми юман, тупи (чит. туппи?) селен. (Пĕрлĕхен). N. Юмантан çуртарса тунă хăмасем. N. Ачасем, юман кутĕнче мăнаçи (ас-атти, аслати) авăтнă чух тăма юрамасть, унта усал пурăнать; пилеш (рябина) кутĕнче тăма шанчăклă, унта турă пурăнать. N. Юман çӳлчи вакша хулхи пек пулсан, тырă акма юрать, теççĕ. Янш.-Норв. Çав каталăхра пĕр пысăк ватă юман ларать; вăл юман кутĕнче пирĕн ялсем кашни çулах уй чӳк тăваççĕ, çавăнпа вăл юмана уй чӳк юманĕ, теççĕ... Çав юмана пирĕн ялсем теме хисепленĕ пекех хисеплеççĕ: ăна иртсе каймассерен, пуринчен ытла ваттисем, çав юман çине пăхса, акă çапла каласа иртсе каяççĕ: эсĕ пур пусри йывăçсенĕн патши, сана кашни çулах асăнса витĕнетпĕр, пире те çырлахсам, тесе. Тата вĕсенĕн ачи-пăчисем чирлесен, вĕсем часах ăвăсран çурта тăваççĕ те, çав юман кутне кайса, кĕл-тăваççĕ, тет. Кайсар. Юман мăкне типĕтсе ватмалла та, шыççа çыхмалла; вăл пит аван, шыççа туртать. N. Юман каснă пек хăтланса, яра-кун ирттертĕм. || Отправляясь «в поход», рекрут из чуваш обходил вокруг векового дуба, чтобы помнить родину и счастливо воротиться домой. См. Разг. С. Мих. 25. Ст. Чек. Терчĕмен юманĕ. Вириял юманĕ || Личн. яз. имя мужч. Рекеев, Пол. Байбахт., Т.-И.-Шем., А. Турх., Золотн. Ст. Чек. Юман: Степан, Иван, Константин. Альш. Юман Хветуç.

юман-кăмпи

назв. гриба. Юрк. Юман-кăмпи пулсан, ăна вут (тивертсе) чĕртсе пĕр-ик сăмах каласси темĕн мар-çке, тет. Чăвашсем 5. Хăш вăхăтра ача пит йĕрекен пулсан, ăна юман-кăмпипе тĕтĕреççĕ.

йомахĕç

(jомаhэ̆с'), сказочник. Тогаево. Онта пĕр йомахĕç Иван ятлă çын пор. Çак Иван пуçларĕ йомах ямашкăн, çынсене колтарма.

юмăç

юмăçă, у И. Н. Юркина всегда юмăçĕ, знахарь, ворожея. М. П. Петр. Чăваш. й. пур. 36°. Вăл юмăç ялан укçа çинче пăхнă иккен. N. Христос турра мухтас вырăнне, çавă шуйттан тарçине, юмăçа, мухтаса тăраççĕ, акă мĕн калаç: эсĕ пушали кĕнеке вула, а пиршĕн пулсан, юмăç турăпа пĕрех, юмăç вăл çурă турăпа пĕрех, теççĕ. Бюртли-Шигали. Манăн атте хамăн юмăç-чĕ. Чăваш çемйинче кăшĕ-те-пулсан чирлет те, каять вара юмăçа. Макка 207. Юмăç, пĕр каласан, нимĕн те тăва пĕлмест. Вăл çынсене çапла улталат: йĕп çине çăкăр тирет те, суллантарма тытăнат; суллантарат вăл икĕ çăкăр татăкĕ хушшинче, или просто укçа çине пăхат. Хальхи юмăçсем аплах хăтланмаççĕ, ĕлĕк миçе пус панă, çавăн чухлĕ сăмах анчах каланă. Сюгал-Яуш. Юмăçĕ вăл киреметĕнчен пăртак лайăхрах пĕлет пулмала. Вăл киреметĕн шăльнĕ пулнă, тет. Вăл ăстан суйине тупса çитерет-ши? Нумайăшне киреметсенчен ытларах юмăçи улталать, курнать. Ну хутте хай юмăçи те çынсене улталанă, тет. Ну çынсем те хăйне нумай улталаççĕ, курнать. Виçĕ пус парса та улталаççĕ, курнать, пилĕк пуспа та; вунă пусне парсан, тата пушчех суйма тапратать, курнать. Вара кайран тата килме каласа ярать, тет. Халь ывăнса çитрĕм, тет. Тепĕр виççĕ (sic!) кунтан пурне те каласа ярăп, тет; суй (sic!) суйса ярать, тет. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? Ун патне ырă шутлă çынах ан кайтăр, тесе, калать, тет, пĕр çын. N. Ху юмăçна ху палăртатăн. Сам показываешь, что ты гадатель. Ст. Чек. Укçине чĕрки çине (хурса?), çăккăр татăкне йĕппе чикеççĕ. Йĕппин куçне çиппе витĕреççĕ, вара сулланасса кĕтеççĕ. Çак япаларан мар-и ку чир? тет. Суллансан: çак япаларан; ав уçăлса каят, тет; сулланмасан: ак çак (урăх япала калаççĕ) япаларан мар-и? тет. СЧЧ. Çавăн чухне хамăр ялта пĕр суккăр хĕр юмăç пур-ччĕ. Ун патне (к ней) юмăçа (для ворожбы) çĕршер çухрăмран пар лашасемпе пыраççĕ. Б. 13. Вăтанман юмăç пулнă, тет, ӳркенмен ăста пулнă, тет. НТЧ. Çав ялта, укçа çĕне (= çине) пăхса, мĕн пулнине, малалла мĕн пулассине пурне те тĕрĕс каласа кăтартакан арçын юмăç пур, теççĕ. Чуратч. Кил-ăш-чиккинче кирек кам сымар пулсан, час-часах юмăç патне чупса каяççĕ. Юмăç патне пырсан: ман килте çапла ача çывмар пулчĕ-ĕçке, тесе, каласа кăтартаççĕ. Вара юмăç, пĕр çип вĕçне çăккăр хытти çыхса, суллантарма тытăнать. Суллантарсан-суллантарсан, калать: сан ачу йĕрĕхрен, сана вăл пĕр така тумасăр та каçарас çук, тет. Альш. Юмăçă; один из приемов: алă тымăрне пăхать, кăвапине пускалать. Ч. С. Чӳк пуçлас, тесе, юмăç карчĕкне чĕнсе килчĕçĕ. Ib. Атте вара пиччене юмăçа чӳклеме кайса илтерчĕ. Могонин. Юмăç тесе, ăста пĕлекен çынна калаççĕ. || Знахарство, гаданье. Альш. Юмăçă укçипе (деньгами, полученными за гаданье) пуяймăн. БАБ. Вăл кун (?) çĕнчен мана пĕр пирĕн кӳршĕри юмăçа пăрахнă (бросившая ворожбу) карчăк каласа кăтартрĕ. Болезни. Паян ĕç тытас çук-ха; çав ача кĕнеке тăрăх юмăç пăхма пĕлет, тĕт-ха, кайса пăхтарас. БАБ. Эпĕ ĕлĕк, хĕр чухне, пĕр юмăçран юмăçа вĕренни çинчен (об учении колдовству) илтнĕ-ччĕ. Ст. Яха-к. Епле (какой) чӳк тумаллине эпĕ ăна халех юмăç çинче пăхса пĕлĕп (узнаю из гадания), терĕ, || Кан. 1927. № 237. Матка йăпăр-япăр Шĕнере, юмăçа тухса чупрĕ. Якейк. Опăшкине йомăçа янă. || Сред. Юм. Солланкаласа тăракан çынна, выльăха та: йȏмăç пăхать, теççĕ (говорят о сонном, пьяном человеке или о плохой скотине). || Йомăç, прибор для гадания. || Йомăç, отвес (у плотников). Шарбаш.

йомăçа кай

идти к ворожее. Ч.С. Пĕре анне пĕр арăм патне юмăçа (ворожить) кайрĕ. КАЯ. Тирĕк-чашăксене, юмăçа кайнă чух, лартмалла; лартса хăвармасан, юмăç уçăлмаçть, теççĕ. Рус. Така силленмесен, пусмасчĕç, тет; силленсессĕн пусаччĕç, тет. Силленмесен, вара юмăçа каяччĕç, тет. Юмăç вара вĕсене: çавăнти киремет силленме яман, тесе калаччĕ, тет. В. Олг. Килте арăмĕ сумар полат, опшки каят йомăçа. Йомăçă пăхат çăккăрпала, çиппе çыхса, порня тăрăх пăтратат. Порнине орлă каят полсассăн, тытман чӳк. — Çăккăр тытса-и? Çăккăр тытса-и? Çăккăрвар (назв. киремети) тытса полсассăн, порня тăрăх кайтăр, тет. — И çиччас порня тăрăх каят. Каþан киле килет те: Çăккăрвар, тет, хамăнне пар мана, тесе, çич пус окçа хорат хошăка, пĕрене хошăкне. Халях полат çын отнаккă, хаман полат (поправляется), çăккăр чĕнет (просит поесть). Хаман полат, çăккăр чĕнет, çиет. Насара каят, илет она валли полă, она валли илет кайăк (молгаџы̆) пĕр мăшăр, вакша илет тепĕр мăшăр, тата куакал илет. Онтан пĕренĕк она валли, ут пак туса. Ут пак тунă пĕренĕк параччĕ Çăккăрвара. Потом парат çăртан пĕр мăшăр, потом, хĕрлĕ-коç пĕр мăшăр. Тата парат — салатпала хăмла хотăштарат. Çĕрле каят — çын кормаст; çын корсан, çырлахмаст; çын кормарĕ-тĕк, уш çырлахрĕ вара.

юмăç-карчăк

юмăç карчăкĕ, (-ы̆к), старуха йомзя. КС. Юмăç карчăк (вин. п. юмăç карчăка). М. Васильев. Мулларан урăх (кроме жрецов) кĕлĕ йĕркисене пĕлекен юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем, çын чирлесен, чӳксем тунă, арçӳрисене çăкăр тураса пăрахнă, тухса, киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр-пĕр япала илнĕ. Ч.С. Юмăç карчăк юмăç пăхрĕ, тет те: акă кăна хума юрать, ку ята хурсан, сирĕн ачăр телейлĕ пулмалла, тенĕ. IЬ. Хай анне Натаси(?) ятлă юмăç карчăк патне кайрĕ. Анчах Натаси карчăк йӳмăçне пăхса яман, мĕншĕн тесен ун чухне чăхăсем кашта çине ларнă. Орау. Юмăç карчăк пек хампа хам калаçап. Разговариваю сам с собою, точно ёмзя. Собр. 233. Пĕр-пĕр çын халсăр выртсассăн, часрах е арăмĕ, е амăшĕ, е аппăшĕ юмăç карчăкĕ патне чупса каять. Вăл пырсассăн, вара юмăç карчăкĕ, хăйĕн пĕр тӳмме пек юмăç пăхмаллине енчĕкĕнчен туртса кăларать те, тути патне еççе, тута тавра çавăркаласа, çав киремет тытман-и? ку киремет тытман-и? тесе, тӳммине ярать те, çиппе сулкалама тытăнать. Тӳмми сулкалансан: çав киремет тытнă, теççĕ; тӳмми сулкаланмасан, урăх киремет тытнă, теççĕ. Вара тата пăхма тытăнаççĕ. Çапла вара юмăç пăхтарма пыракана суйса яраççĕ. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманна чӳклеççĕ. Шăмат-кун пасара пĕр-икĕ пăт ыраш е сĕлĕ нухрат илме парса яраççĕ. Килте вăл вăхăтра тайăн сăра тăваççĕ. Тайăн сăра тусассăн, пасартан нухрат исе килеççĕ те, пăтăпала, юсманпала киремете чӳклеççĕ; чӳкленĕ чухне юсманне пĕртак (с «ĕ») чĕпĕтсе илеççĕ те, нухратпа пĕрле уя, ăçта киремет пур, çав вырăна пăрахаççĕ. Вырсарни-кун çитсессĕн, ир ирех, киремет сăрине, ĕстел çине çăкăр хурса, чӳклеççĕ те, пĕрне часавай патне, турра çурта лартма яраççĕ. Часавай патне çитсе, кулач исе, чӳклесен, пĕр татăк киремете: çытăр, тесе, пăрахаççĕ. Çав пăрахнă кулача пĕр-пĕр ула-курак е çăхан çысассăн: киремет çиленет, теççĕ. Кайран тата халсăр выртсассăн, тата турлетеççĕ. Ч.С. Çапла чирлесессĕн, анне ун патне ăна пăхтарма пĕр юмăç карчăкне илсе килчĕ. Изванк. Пĕр юмăç карчăкĕ ват чăха мăйĕнчен тытса: эсĕ урăх чун ан шыра, мĕн панине ил; эпир сана асăнăпăр, эсĕ пире ан асăн; мĕн тăвас, ним тума та çук; сана эпир ирĕксĕр вĕлермен, турă çапла тунă, эпир хамăр та ĕмĕрех пурнас çук, вилмелле, тесе, чăха пуса пăрахса, утса ячĕ (Поминки).

юмăç мăклашки

см. ал тымар. Шăхасан. Вара пĕр карчăккине анне аллине тыттарчĕ. Пăртак тытса тăчĕ-тăчĕ те: ах тур, тăхлач! ку ĕçе ал тымарĕнчен кăларас çук, юмăç паратăн-пулĕ, терĕ. Анне вара пĕр татăк çăккăра çиплĕ йĕппе тăрăнтарса пачĕ. Юмăс вара, пăшăлтатса, темĕн кала-кала, юмăç мăклашкине сулантарчĕ-сулантарчĕ те, пуçне пăркаласа: эх, тăхлач! сирĕн пурнăç малалла каясси темĕн; тухатмăш пит тĕплĕ пăснă сире (терĕ).

юмăç пăх

гадать. КС. Ст. Яха-к. Мĕн пыраканĕ пурте пирвай, инкен аллине тытса, юмăç пăхаççĕ. Вĕсем, хĕвĕнен çăкăр хыттине туртса кăларса, йĕп тăрне тăрăнтараççĕ, тата чĕрçине пĕр хуран ывăсси хураççĕ. Вĕсем, çав çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантариччен, çăкăр хыттине тута таврала, тем каласа, çавăраççĕ. Кирек хăш юмăç та, эпĕ курнисем, çăкăр хыттине йĕп тăрăнче суллантарнă чухне, калаççĕ: çак кине Сурăм киремеч тытнă пулсан, çăкăрпа йĕп пĕç тăрăх суллан; унтан мар пулсан, урлă та пирлĕ суллан, теççĕ. Суллансан-суллансан, çăкăр хытти тапах чарăнмасан: çук, кунтан мар-ха, теççĕ. Микушк. Юмăçă юмăç пăхать. Вăл çăкăр татăкне йĕппе тăхăнтарать те, сулласа ларать. Чирлĕ çын ун патĕнче пăхса ларать. Вăл вара, пăхсассăн: чирлĕ çынна çав тӳрĕ (дух) лекмен-и? тесе, ыйтать. — Çав тӳрĕ лекнĕ пусан (= пулсан), яр кай, тет. Яр каймасан, тата сулласа ларать Тепĕр тӳрĕ лекмен-и? тет. Вăл тӳрĕ лекнĕ пусан, яр кай, тет. Мĕн ыйтать? тесе, сулласа ларать. — Çунатлă ыйтать-и? пăтă-юсман ыйтать-и? тет. Пăтă-юсманнах юрать, тет. Тăрсан-тăрсан: юрамасть, тет. Тата шалалла каять пулĕ-ха вăл: вăкăр-тына ыйтмасть-ши вăл? тет. Сулласан-сулласан, тупать вара мĕн пусмаллине. Вара вăл мĕн хушнă, çавна пусаççĕ. Пуснă чухне, урине, пуçне çăвать те, урайне ярать. — Силленет-и? тесе, кĕтсе тăрать. Силленсен, пусса çияççĕ; силленмесен, ăна ярса, тепрĕне (= тепĕрине) тытаççĕ. Вăл силленсен: килĕшрĕ, тесе, пусса, çияççĕ. Юмăçă хушсан, лашана хĕрхенмеççĕ, пусаççĕ. Хăйин(хăйĕн) çук пусан, сутăн та пулин илсе пусаççĕ.

йомăш

(jомы̆ш), ошибаться, сходить с ума. См. йăнăш. Сред. Юм. Йомăшнă, 1) сошел с ума; 2) ошибся. || Неверно, ошибочно. Тюрл. Ман ана çинче йомăш вырса кайнă (кто-то сжал по ошибке хлеб). Сред. Юм. Эс сатачча йомăш тунă. Ты неверно решил задачу. IЬ. Эпир йȏмăш çȏлпа кайнă. Мы едем (поехали) не по той дороге, где надо. (Это выраж. есть и в др. гов.). || Ошибка. М. Васильев. № 3, 10. Çавăнпа эп çырнинче пĕр йомăш та çок, тесе, калама полтараймастăп. Поэтому я не могу сказать, чтобы в написанном мною не было (нет) никаких ошибок. СПВВ. БМ. Юмăш = йăнăш, ошибка.

юмçă

йомçă, то же, что юмăç, знахарь. Н. Седяк. Çын чирлесен, юмçăран юмăç пăхтараççĕ: мĕнрен чирленĕ? (scr. чирленĕ-и), тесе. Чăвашсем шухăшлаççĕ: чир пурăнма пĕлменрен пулать, темеççĕ, ун вырăнне: пĕр-пĕр япаларан пулĕ, теççĕ. Е йĕрĕх тытнă; е турă (икона) тытнă; е вилнĕ çын тытнă, теççĕ. Çаксене пĕлесшĕн юмçă патне каяççĕ. Юмçă тӳрлетеймесен, вĕрӳçĕрен вĕртеççĕ. Çакăнтан вĕрӳçĕ юмçăран аслăраххи курăнать.

юн

йон, (jун, jон), кровь. Н. И. П. Юн çинче (ăшĕнче) выртат. Лежит в крови (человек). N. Хĕп-хĕрлĕ (или: чĕп-чĕрĕ) йон выртать. Лежит весь в крови (чел.). Орау. Питне, сăмсине-çăварне пĕтĕмпех çĕмĕрнĕ. Пĕтĕм пичĕ-куçĕ юнланнă (или: чĕп-чĕр юн пулнă). Шел. 27. Кайсан, кайсан, вăл татах курать тепĕр вĕшлине, юн çийĕнче (в крови) пĕр сассăр, хусканмасăр, выртнине. Якейк. Чĕп-чĕр (или: çара) йон выртать. Лежит весь в крови. IЬ. Чĕп-чĕр йон полаччен вăрçрĕç. Раздрались в кровь (о дерущихся). Орау. Чĕп-чĕрĕ юн выртать, хăй таврашĕнче те пĕтĕмпе юн кӳленсе выртать (лежит в луже крови). IЬ. Вăл чĕп-чĕр юн пулнă. Якейк. Чĕп-чĕр йон поличчен ватнă. Избили до крови. Шел. П. В. Вĕçсĕр-хĕрсĕр çын вилли юн ăшĕнче выртрĕçĕ. Юрк. Юнне пĕçереççĕ акă епле: пуснă выльăхăн таса юнне кĕрпелĕ савăт çиве илеççĕ, ăна, юнĕ çывăриччен, кĕрпипе пĕрле пит хытă пăтратаççĕ. Юнĕ çывăрсан, çав кĕрпепе хутăштарнă юна аш яшки çине ярса пĕçереççĕ. Хыпар № 8, 1906. Çавăнтах ăна пĕр стражник (= страшник), пăшалпа çапса, юн кăларнă. N. Юн ярса пурăнаççĕ. М. Васильев № 3, 37. Алли-ори пăчах йон. Руки и ноги все в крови. С. Тим. † Çамрăксенĕн чĕн пушă; чĕн пушăран юн тумлат, юн тумлин те, чун сават. Шурăм-п. Хăй тăванне пĕлсессĕн, куçĕсенчен юн тухнă (кровь выступила), тет. Изамб. Т. Ул юн яртарчĕ. Ему пустили кровь. . Эпĕ ăна юн ятăм. Я пустил ему кровь. . Сăмсинчен-çăварĕнчен юн кайнă, тет. У него из горла и носа шла (или: пошла) кровь. . Юн кайнипе вилнĕ. Истёк кровью и умер. Янтик. Пĕтĕм алла юн. Все руки в крови. СТИК. Пирĕн ĕнтĕ юн сивĕннĕ, пире, кăмака çинче выртсан та, çылăх мар; эсĕр халь çамрăк çын шăнма юрат-и! (Говорят старики молодым людям). Орау. Сăмсаран юн яриччен çынна çапма юри ку?.. Разве можно бить до того, чтобы потом из горла и носа пошла кровь?.. (Сказано о прошедшем событии). . Виличченех çапла юн шăрса пурăнчĕ (мочился кровью). N. Ӳсĕрскер, яла пырса кĕнĕ чухне, пуçне уличе юпи çумне пенĕ те, пуçĕ чĕп-чĕр юн пулнă. Въезжая пьяным в деревню, он ударился головою о воротный столб и разбил себе голову в кровь. Сред. Юм. Епле самăр ȏлă, юн пик хĕрлĕ çӳрет вит! Какой он здоровый ― красен как кровь! Орау. Юнь (= юнĕ) шĕвелнĕ пулĕ унăн (кровь бежит так, что нельзя удержать). Турх. Сурчăк çинче юн пĕрчисем тĕл пулкалаççĕ (у больного). Скотолеч. 5. Хăш-хăш çынсем лашисене çур-куннесерен юн яртараççĕ (делают кровопускание). Чув. Календ. 1910. Пыртан юн кайнă чух, е тăварлă шыв е пăр çăтас пулать. При кровотечении из горла нужно пить соленую воду или глотать лед. Шаймурз. Çăвару тулли юн пулĕ, ăна ан сур вара. (Послов.). Ст. Шаймурз. Юпа çумне юн тăкăнат. (Пиçиххи çыхни). Т. М. Матв. Юнĕ пур та, чунĕ çук. (Палан). Чунĕ пур та, юнĕ çук. (?) || Бранное выражение. Юрк. Пăхăсăн, вăл татах тăранман. Татах кунтан, тĕпрен (из отцов. дома), шырат (хочет что-то получить). Кунта мĕн унăн, хура юнĕ юлнă-ши?.. çавна шырат-ши?.. (т. е. у него не осталось ничего). || О менструации. Орау. Юнпа пĕвенсе çӳрет-ха (у нее менструация; так говорят с оттенком легкой шутки). || В чувашизмах. Ч. П. Пăхма хĕрсем хĕвел пек, ăшĕ-чикки хура юн. На взгляд (эти) девицы как солнце, а внутри их черная кровь (т. е. они злы).

юнăх

йонăх, злиться, сердиться, таить злобу; зариться; подстерегать. Питушк. Çынна тарăхтарсассăн, йонăхса порăнать (питает злобу и хочет отомстить). Орау. Ялĕ-йышĕ юнăхса, улах вырăн шыраса, хыт хĕнесшĕн ушăнса, май килнине кĕтеççĕ. Магн. М. 24. Йонăх, сердиться. КС. Мана ваташшăн нумайччен юнăхса çӳрерĕ (подстерегал). Чертаг. Йонăхса тăрать, грозится. Сред. Юм. Паян такçантанпах юнăхса ларать пȏлас та, никам та чĕнекен çук пȏлас. || Тюрл. Нумайранпа йонăхать о манне илешшĕн (точит зубы на мое имущество, на мои вещи). Хурамал. Çын япалана ыйта-ыйта аптратсан: юнăхрăн иккен çавăн çине, теççĕ. Пĕр япалана çиме хушмасан, тепри ăна, пыра-пыра, ялан çисен, калаççĕ: юнăхрăн иккен çавăн çине, тесе. СПВВ. МА. Веç çав чăхăт çиешшĕн юнăхса ларат, теççĕ (т. е., по объяснению одного челов. из Сред. Юм., ему хочется поесть, но ему не дают). || Кровожадничать? || Запечься (о кровоподтеке). Чертаг. Йонахса тăрать = хĕрелсе тăрать (кровоподтек). Хорачка. Патакпа çапрăм, онта йон илсе, вот йонăхса ларса. Шибач. Алă йонăхса ларчĕ (о синяке после удара).

юн çăмахĕ

назв. кушанья (лепешка с кровью). Н. И. Полорус. Юн çăмахĕ; пысăк вильăх пуссан, юнне илсе, юн çинче çăмах çăраççĕ (çуртрирен çăраççĕ). Ĕлĕк тунă. Ĕлĕк чăвашсем пурте çавна тунă пулмалла. Воскреççенски вулăсран куççа кайнă Çĕпĕрти чăвашсем халь те тăваççĕ. ЙОН. Çакă Урташ (назв. дер.) хĕрĕсем юман (?) касаççĕ, юн кăлараççĕ, юнсăр çăмах çимаççĕ. Могонин. Тата авалхи çынсем выльăх пуснă та, юнне, пĕр тăкмасăр, тиркĕ ăшне илсе, юн çăмахĕ пĕçернĕ; юнпа чуста çăрса, юсман пĕçернĕ. Каша. † Юн çăмахĕ йӳçĕхнĕ, пире çиме май ӳкрĕ.

юн-каç

канун среды. Изамб. Т. Çав юн каç-и? Ун чухне пит сивĕ-чĕ-çке? Никит. Пĕр калăм каçĕ юн-каç пулат.

юнав

(-нав), угроза. Чăв. й. пур. 9°. Вăл нимĕнсĕрех, ахаль йăпатсах чарнă, ни хăратса мар, ни юнавпа мар; вăл çынна йăпатма пит ăста пулнă, унăн пĕр сăмахĕ те çыннăн чĕрине кĕрсе лармалла пулнă. Требн. 223,27. Хăвăн чурусене пур тĕрлĕ юнавран, ӳт сиенĕнчен, чун сиенĕнчен пуринчен те хăтар.

юналут

верховой; лошадь, на которой едут верхом. Микушк. Пĕр аллă-утмăл юналут пуçтарăнаççĕ. Собирается человек 50 верховых. N. Миçе урапапа миçе юналут пымаллине калаçаççĕ. Н. Яха-к. Апат пĕçерсен, пĕри, юналут çине утланса, çынçене чĕнме каять. Юрк. Пурте юналутсемпе пулаççĕ. Все бывают верхом на лошадях. Альш. Тилĕ малтан пĕр юналут утланат та, туйсене ертсе каят, тет. Ч.К. Унтан хăй, хăвăрт юналут çинчен сиксе анса, чăпăрккă авăрĕпе кашкăр çăварне чиксе янă... Кашкăрне юналут çине хурса таврăннă.

юнашар

йонашар, рядом. Регули 1043. Иккĕн йонашар лартăмăр. Сели вдвоем рядом. Орау. Юнашар тăраççĕ. Стоят друг к другу боком. || В качестве прилагательного. Эпир çур. сĕр-шыв 25. Сарлака урампа пĕр майлă выртакан сулахай енчи юнашар урам. Кан. 1927, № 237. Юнашар хĕрсем те куç хĕссе илкелĕç.

юнăш

(jуны̆ш), ошибаться. См. йăнăш. НЧ. Юнăшса, ошибаясь. Задонский. Пурте пĕр çулпа юнăшса кайнă. || Ошибка; ошибочно, неверно. Юрк. Изамб. Т. Юнăш, ошибка. . Юнăш тусан, вăрçаççĕ. Если неверно скажешь, то ругаются. Сала 92. † Сарă хĕрсем чĕнтерсем çыхаççĕ: сарă хĕрсен чентерĕ, ай, юнăш пур! Канон. Çак кунччен, çак сехетчен тунă çылăхăмсене, юнăшпа çылăха кĕнисене пурне те çĕтер, каçар, пăрах, пĕтер. НЧ. Юнăшпа вĕлермелле сут тунă çын. Юрк. † Хĕрсем хĕрлĕ улача тĕртеççĕ, улачисем çинче юнăш пур. IЬ. Те пĕри-пĕри юнăшпа, хăй япали вырăнне илсе тухса карĕ?... || Не тот, который нужен. Альш. Унтан пуяна калат: пуян, ку сан юнăш хĕр, мана урăххине кăтарт, тенĕ. || Неправильно. О христиан. любви. Ĕçне юнăш тусан, уншăн ашшĕ умĕнче ӳкĕнет. П.П.Т. Хулла юнăш илсессĕн (если вынет неправильно, не свой), çав çынна çурăм çине минтер е кĕççе хураççĕ те, малтан пуçлăхĕ хулăпа çапат, ун хыçĕнчен ачасем пурте хуллисемпе вишшер (= виçшер) çапаççĕ. (Сĕрен).

Юнкур

личн. имя челов. Ердово. Пĕр каç çак Макарпа Юнкур иккĕш те хурал пӳртне пынă.

юнсăрлан

капризничать. Сред. Юм. М. А. 91. Ма ачашлан çак эсĕ уна? Халь те пĕр-май юнсăрланать. Пс. 130 (1901). Чĕчĕ пăрахтарнă ача хăй амăшĕ умĕнче юнсăрланнă пек, йăвашланмасăр, чунăма асла хутăм пулсан...

йонтармăш

капризник. Тюрл. СПВВ. Юнтармăш = йăлăнтармăш. Хурамал. Пĕр япала ыйтать те, ăна памаççĕ, урăхне параççĕ; унтан вара вăл илмест ăна; вăл: çи, тесессĕн те, çимест; пӳрте кĕр, тесен те, кĕмест; ним те итлемест; ăна: юнтарнă, теççĕ вара; юнтарса лартăр вăл, теççĕ. Янтик. Эй, юнтармăш? мĕн, çиме килместĕн тата, чăпăрккапа, тытса, вĕтмелле-и-мĕн сана?

юп

юпă, (jуп, jубы̆), ответвление. КС. Юпă, разветвление. Альш. Юпă, разветвление. СПВВ. Юпă, юпни. Собр. 201°. Шывăн юппи çук (послов., означающая, что у воды нет сучка, за который утопающий мог бы ухватиться). СПВВ. Т. Юп, разветвление. См. хыççи-туни. Хорачка. Çырма йоп. Эпир çур. сĕр-шыв. 15. Çав çырма ялта икĕ пысăк юппа уйăрлать. N. Çеçен хир варринче çавра кӳл, çаврăнса юхма юпи (чит. юппи?) çук. Ч.П. Çырма юппи. || Приток. М. П. Петр. Юпă — ветка, ветвь. Шыв юппи — приток. Н. И. П. Юппи, приток (реки) С. Дув. Унăн (у нее) тата пĕр юппи пур, вăл Хула-çырми е Сăмсах ятлă. || Залив. СТИК. Шыв юппи, залив. || Ответвление дороги. N. Çул йӳппине канма лар. Синьял. Вăрмана çитрĕç, тет те, пĕри пĕр юпăпа карĕ, тет, тепри тепринпе, виçĕмĕшĕ тата тепринпе карĕ, тет. Тай. † Юппи, юппи çул килет, пĕр юппине хĕр килет. Пшкрт. С'ол jобы̆, ответвление дороги. || Отдельная часть, как бы ответвление здания. КС. Чӳркӳ юппи — колокольня или самая церковь. . Чан юппи, колокольня. || Сенĕк юппи, разветвление вил.

юплă

(jуплы̆), ветвистый. См. юплĕ, йӳплĕ. СПВВ. Ик юплă йывăç, дерево разветвившееся надвое. V. S. Виçĕ тăват юплă сенĕк. N. † Пыраттăм-пыраттăм пĕр çулпа, çичĕ юплă çул пулчĕ (дорога, расходящаяся насемеро). Сёт-к. Йоплă, имеющий разветвления. . Йоплă пушипа кастарать те, çонтарать. . Йоплă торат. КС. Икĕ юплă (юпăллă) чӳркӳ, церковь с колокольней. Собр. Юмах ярам, юптарам, юплă çăмах хыптарам. (Пăри).

юплĕ

йоплĕ, (jупл'э̆, jопл'э̆), ветвистый; с хвостами (о плетке). Ч.С. Вăрмантан вуник юплĕ хырăнне вуник юплĕ туратне касса килчĕç. Т. VI. 16. Вуник юплĕ çырма пĕр çĕре пухăннă çĕрте ― кĕпер... Упа 109. Епле ман мăйрака юплĕ-юплĕ, çитменнине тата пысăк! Толст. Епле вĕсем (рога) юплĕ-юплĕ кайнă! Сёт-к. Виçĕ йоплĕ чĕн пуши (его) кастарать те, çонтарать. Якейк. † Çичĕ йоплĕ пушипа вĕттерет те, кастарать. Макка 113. Вуник юплĕ пушшипе тулта хăта килет-ĕçке. Трехбл. Сана арăм кирлĕ тиессине: сана юплĕ çăка кирлĕ, теççĕ. Ч. П. Юплĕ-юплĕ çул килет, пĕр юппипе хĕр килет. Альш. Юплĕ-юплĕ çул килчĕ. Дорога все была с поворотами, распутиями. Вотлан. Юмах ярать юптарать, юплĕ çăмах хыптарать. (Ар-çури), Собр. 186°. Чĕкеçĕн хӳри юплĕ, çĕленĕн чĕлхи юплĕ, теççĕ. (Послов.). Чураль-к. Юплĕ вартан тан тапать. (Юхакан сăмса, т. е. сопли).

юптар

(jуптар), отводить в сторону. Çиç. çиçрĕ, кĕм. 29. Çакăнтан аякка Ульки кинемей хăй пуçĕнче, çавра çил пек, пăтранса çаврăнакан шухăшсене юптараймасть те. || Говорить намеками; морочить. . Чăн сăмаха суяна юптараççĕ. Серьезное обращают в шутку. Хурамал. Юптарас — пĕр япала урах тĕрлĕ калас. Ар-çури. Йоптар, морочить. Трхбл. Юмах ятăм, юптартăм, Ентипене чĕкĕртрĕм. (Çатма çине икерчĕ сарни). Сёт-к. Йомах ярăп, йоптарăп, олшу çолпа чоптарăп, йомăç котне чĕçкĕртĕп. N. Ку темĕскерле çын капла, пăрмаях (всё) юптарса калаçать. Ку, путех (вероятно), ырă çын мар пулĕ. N. Юптарса каланă юмахсем, загадки. Шурăм-п. № 23. Юптарса калани. Загадки и пословицы. Сказки и пред. чув. 113. Юмах ярать, юптарать. Ст. Чек. Сăмаха вĕçертсе (çук япалана пур туса, преувеличивая) калаçат, е тăрăхласа, мăшкăлласа калаçат, çавă ĕнтĕ юптарса калаçни пулат. Чебокс. Юптарса = иносказательно. Т. VII. Кăна (эту басню) юлхав çынсем çинчен юптарса каланă. Псалт. 77,2. Юптарса калаçма çăварăма уçăп. || Обманывать. Шибач. Йоптарса (чăсса) ятăм — обманул. СПВВ. Юптарать, обманывает. Синерь. Мĕнле капла пĕр кайăксăр киле таврăнăп-ши? тесе, калать, тет каям та, персе илем; унашкал юптарса яракан кайăк нумай пулĕ, тесе калать, тет.

юпа

йопа, (jуба, jоба) столб. СТИК. Çак юпана вайкăнтар-ха. Свали-ка этот столб. Изамб. Т. Йăлт çунса кайнă, юпи те юлман. Каша. † Ылттăн юпа пулăттăм, вăйă варринчен тухмăттăм. Чув. прим. о пог. 48. Хĕвел юпа пек тухсан, çăмăр пулать (хĕлле сивĕ). Если солнце восходит столбом, будет дождь (зимою – мороз). Персирл. Тĕлекрам(-грам) йопи, тĕлеххон йопи. Пазух. Вăрман хĕрри юманлăх, çинчен икел суйлар-и те, тĕпне юпа тăвар-и? N. Вăл (моя невеста) вилсен, каллех шăннă юпа пек тăрса юлтăм. Юрк. Хапхаран кĕрсен (по возвращении с кладбища), урапа çинчен ансан, хапха хыçĕнчи юпа йĕри-тавра виçĕ хут çаврăнаççĕ. Сред. Юм. Чохăн çол çинчи правăка юпаран юпана (от столба к столбу) лектерсе пыраççĕ. || Столб, изображающий собою покойника. См. К. Прокоп., Похороны и поминки у чув. Макка 231. Чăн пирвай вĕсем юпа касма каяççĕ. Вил. йăл. Выльăх пуснă вăхăтрах юпа тума тытăнаççĕ. Юпине хырăран тăваççĕ. Авалхи чăвашсем чултан, тăваткал касса, тунă. Халĕ те хăшĕ чултан тăваççĕ. Чулне, хуларан илсе килçе, малтанах хатĕрлесе хураççĕ. Юпине çын евĕрлĕ тăваççĕ: сăмсине тăваççĕ, çăварне. Юпине непременно кутăн тăваççĕ. Макка 191. Унтан, масар çине çитсен, юпине лартсассăн, ун çине пĕр укçа çапса кӳртеççĕ, унтан тата ун çине пĕр çурта çутса лартаççĕ. Çав çапса кӳртнĕ укçине: кун çути пулать; çав укçа çуттипе вилнĕ çын леш тĕнчере çӳрет, теççĕ. Вил. йăл. Юпа çинче лармалли каç. N. Юпа çинче ларнă чух никама та йĕме хушмаççĕ. Тăванĕсем йĕнине курсан, вилнĕ çын та йĕрет, тет. Макка 212 и 215°. Унтан вара каçпа юпине хускатаççĕ; юпа хускатнă чухне купăс каласçĕ, юрлаççĕ, макăракан та пур, пурте пур. Унта тата ташлаççĕ, ташлакан çынни витрене укçа ярать, вăл укçи мĕн чӳлĕ пухăнать, пурте купăççа пулать. Çапла юпине те иртерсе яраççĕ. . 190°. Юпа, тесе, ак мĕне калаççĕ: йăвăçран этем манирлĕ тăваççĕ те, ăна вăрмантан вара исе килеççĕ; çавна, масар çине кайсан, лартса хăвараççĕ. || Поминки. Чхĕйп. Авал вилнĕ çына (sic!) юпа акă мĕле (sic!) тунă: вăлсам уна улт эрнерен тума пĕлмен, çимĕкре тунă, кĕркуне (sic!) тунă, тата çăварнира тунă. Ст. Чек. Юпи иртсен, ултă кунтан, ăрăтнипеле пухăнса, каçалапа хутăштараççĕ, пурне те ĕлĕк вилекен çынсене те пĕрле, çурта çутса, хутăштараççĕ. (На осенних поминках). Макка 190. Унтан вара, юпине çитиччен, кашни-эрне каç хываççĕ. . 192°. Унтан вара çутăлас еннеле (sic!) юпа иртерме каяççĕ. . 214°. Çулталăк иртсен, унăн юпине тăваççĕ. N. Унтан тата тăххăрĕмĕш, çирĕмĕш, хĕрĕхмĕш кунне. Татах çав кунсенче юпа тăваççĕ С. Йопи çинче пусни (на поминках). Беседы на м. г. Çын вилсен-тусан, пумилккине (юпине) чăвашла ирттерсе, вилнĕ çын чунне хуйхăрмалла тăваççĕ: пумилккере, купăс-кĕсле е шăпăр, сăрнай-мĕн каласа, ташлаççĕ, сикеççĕ; юрлаççĕ-кулаççĕ, шăнкравсем çакса, купăспа, сăрапа масар çине лашапа кайса, йĕркерен тухаççĕ: вут чĕртсе, ташласа, юрласа, ашкăнаççĕ; сăра чĕрессисене, куркисене, çапа-çапа çĕмĕрсе, масар çине пăрахса хăварса тавăрăнаççĕ. М. Сунчел. Çиччĕшне туса иртерсессĕн, хĕрĕх кун иртсен, хĕрĕх пĕрмĕш кун каçхине, асăнса, юпа тăваççĕ. Каçпала юпа тума выльăхсем пусса, çимĕççем пĕçерсе хураççĕ; пуянтараххи прик (= пĕр-ик) витре эрех илсе, хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, вăрмана юпа касма каяççĕ. Малтан унта кайма сăрасем, эрехсем, хывма куймаксем хатĕрлесе хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, лаша кӳлсе, шăнкрав çакаççĕ те, вăрмана юпа касма каяççĕ. Вĕсен хыçĕнчен пĕри юналутпа купăс каласа пырат. Вĕсем унта кайнă чухне çапла юрласа каяççĕ:\nХура пĕлĕт юха-çке,\nПирĕн ĕмĕр ирте-çке;\nХура пĕлĕт юхнă чух,\nХăçан çăмăр çуманни пур?\nПĕр вилнĕ çын юпа тунипе\nХăçан чĕрĕлни пур?\nВĕсем тата нуммай юрлаççĕ, анчах эпĕ пурне те пĕлместĕп. Вăсем, вăрмана çитсен, лашисене тăвараççĕ, вара вут чĕртсе яраççĕ те, вут кутне куймаксене, сăрисене, эрехсене вут кутне лартаççĕ. Вара, пĕр çăка касса илсе, пĕр вĕçне шӳретсе, çĕре çапса лартаççĕ, пĕр пуçне икĕ пуслăх укçа çурса хураççĕ. Тата: вилнĕ çынна çиме, тесе, тенкелсем, сĕтелсем, кĕперсем тăва-тăва хураççĕ. Вучĕ йĕри-тавра юрласа, купăс каласа, ташласа çаврăнаççĕ. Виçĕ хут вут йĕри-тавра ташласа, юрласа çаврăнсан, хываççĕ те, киле таврăнаççĕ. Киле таврăнсанах, сасă кăлармасăр ĕçме-çиме пуçламаççĕ. Пирвой виççĕн е тăваттăн, шыв хĕрне кайса, пĕшкĕнсе лараççĕ те, çапла каласа юрлаççĕ:\nХура чĕкеç чĕкĕлтетсе килет,\nПирĕн (вил. ят.) килет вăхăчĕпе.\nÇула пулмасăр нихçан та чĕкеç килмест,\nВăхăт çитмесĕр никам та вилмест. \nСасă кăларса килсен, пӳртрисем: ăçта кайрăр? тесе, ытаççĕ. Сасă кăларакансем калаççĕ: (вилнĕ çын ятне) чĕнме кайрăмăр, теççĕ. Çапла калаççан-тусан, юпана пуçласа яраççĕ. Вара çĕрĕпех ташласа юрласа ирттереççĕ. Çутăлсан, шыв хĕрне кайса, хывса килеççĕ; унта илсе кайнă савăтсене пĕрне те каялла илсе килмеççĕ, çавăлтех салатса хăвараççĕ. Чăвашсем юпана çапла ирттерсе яраççĕ вара. . Çав çын вăл каç çавсен юпине ирттерет иккен. Он делал в тот вечер по них поминки. . Пăртак хыврĕç те, юпа халăхсем Раман пичче патне кĕрсе кайрĕç. Шел. 22. Юр юрласа, ташласа, тăваччĕçĕ юпасем. В. Олг. Ашшĕ каласа хăварса улне: мана, тет, йопа çине лаша парăр, тет. Изванк. Аннене пытарса килсен, тепĕр кунчех каçхине (пумилккине) юпине иртерчĕç. Ун чух иртермен пулсан, ĕç пĕтмесĕр те иртерес мар тет-чĕç; тата унччен тиркесси, терĕç. Çын вилсен, юпине иртермесĕр ни кĕпе-йĕм, ни тăла тавраш çумаççĕ, ни кăмака шăлмаççĕ. Ват çын вилсен, кирек хăçан та майлă пулсан, тиркемесĕр хăвармаççĕ. Ача-пăча вилсен, аплах тиркемеççĕ, çинчех юпине иртереççĕ. Пирĕн патри çынсем, ват çын вилсен, вăл çамăрăк (sic!) мар, çавăнпа тиркес пулат, теççĕ. Çапла тиркенине вăсем вилнĕ çынна хĕсепленĕ (= хисепленĕ) вырăнне хураççĕ. Чертаг. Йȏпа — поминки (улт эрнерен). || Брань. Хорачка. Изамб. Т. Мĕн юпа пек тăратăн? Что ты стоишь как столб? (То же выраж. и у КС.). || Кол. В. Олг. Тораево. Тата амăшĕ икерчĕ пĕçерчĕ, тет те, карта юписем çине тире-тире çӳрерĕ, тет. Пшкрт. Сидэт пэ̆р карда βи патн'а. мэ̆н э̆с' лэксэ̆р ты̆рады̆н? тэтβаjа. (В зап.-козм. говорах столб, а также и мачта, называется тонката. У др. чув. посл. слово озн. пень). || Рубль. СТИК. Пĕр юпа парас-и, мĕн тăвас? (гов., когда секретничают, при продаже или покупке). || Юпа — король (в картах). К.-Кушки. См. чирку.

юпа уйăхĕ

назв. месяца, в новом понимании ― октябрь. Янгильд. Йопа уйăх ― октябрь. Ст. Чек. Юпа уйăхĕ, октябрь. N. «Поминки справляются главным образом в октябре, в полнолуние, но случается иногда на масляницу и на пасху». Макка 190°. Унтан вара, юпа уйăхĕ çитсессĕн, юпа тăваççĕ; юпана каçхине тăваççĕ. Кĕçĕр юпа, тесессĕн, ирхине юпа касма каяççĕ; юпа касма кайнă чухне, пĕр чăхă, çурă штух эрех исе каяççĕ; унта лашапа 3 каяççĕ; ăна вара исе килсен, пӳрте исе кĕреççе те, тӳшек çине выртараççĕ те, сăхман витеççĕ. Начерт. 93. Йопа-ойăх, ноябрь, месяц поминок. Шумерля. Юпа уйăх, ноябрь. N. Кĕр-кунне, юпа уйăхĕнче, вара çĕнĕ вилене, пумилкке туса, пĕтĕмпех ирттерсе яраççĕ, ытти вилнĕ çынсемпе хутăштарса яраççĕ; хăне ăрасна асăнмаççĕ вара урăх, ытти вилнĕ çынсемпе пĕрле асăнаççĕ. Юпа уйăхĕ — октябрь; ун хыççăн чӳк уйăх пулат.

юпа туни

отправление поминок. М. П. Петр. Юпа ту — справлять поминки. . Юпа туни ― обычай народный. (Это выражение применяется и к православным поминкам, что я и сам слышал в Курм. у.). См. Магн. М. 114, 179. N. Юпа туни. Хулăн йывăçран çын кĕлетки тăваççĕ, сăмси-çăварне, урапа çине выртараççĕ, кашма сараç, пуç айне минтер хураççĕ, çине чаршав витеççĕ. Ăна пӳрте пушăтпала кĕртеççĕ, ун çине çурта çутаççĕ. Вилнĕ çынни ячĕпе асăнаççĕ: çуртна-йĕрне пиллесе хăвар, выльăхна-чĕрлĕхне пилле, çемйӳсене те пурне те пилле, хурăнташ-ăруна пилле. — Асăнма пыракансем пурте çурта çутаççĕ çавăн çине, ăна асăнма пăру пусаççĕ, тиха пусаççĕ, çавăн ашĕпе асăнаççĕ = хываççĕ (татса пăрахаççĕ), çимеççĕ. Тиха пусма вăй çитмесен, виçĕ пус кĕмĕле: виçĕ çĕр тенкĕ паратăп, лере лаша ил, тесе параççĕ. Асăнаççĕ, ташлаççĕ, юрлаççĕ. — Ачуна-пăчуна ан хăрат, ратнӳсене-хурăнташсене ан хăрат, кăмака çинче йынăшса ан вырт, теççĕ. Асăнса пĕтерсен, кĕлеткене пушăтпала çĕклесе тухаççĕ. Алăкран тухнă чух виçĕ хут çиллеççĕ: ан хăра, ӳкермĕпĕр. Ачуна-пăчуна пехилле(се) хăвар, теççĕ. Пăлтăр алăкĕнчен тухнă чух та çапла(х). Илсе тухсан, урапа çине кашма-минтер сараççĕ, урапа çине выртарса каяç, чаршав витсе. Хапхаран тухнă чухне: çут тĕпче курса кай, тесе, уçса кăтартаççĕ. Уллă-хыçлă лаша кӳлеççĕ. Малти лашине ывăлĕ утланать, ашшĕ вилсен. Лараççĕ те, туй пекех юрласа каяççĕ. Масар çине çитсессĕн, ташлаççĕ, юрлаççĕ купăспала. Пехиллесе юл, теççĕ. Юпана лартаççĕ вилнĕ çын тăпри çине пуç-вĕçне. Юна тĕпне укçа яраççĕ тăванĕсем; пĕр пус параканĕ: çĕр тенкĕ паратăп, тет и т. д. Юпа тăррине çӳле укçа çапаççĕ: пехилле! теççĕ. Вут чĕртеççĕ пуç-вĕçне, пăру ашне, тиха ашне таткаласа пăрахаççĕ: акă сана аш, çи; пашалу çи, теççĕ. Юпи çумне çурта çутса çыпăçтараççĕ, йĕри-тавра виççĕ çавăрнаççĕ: пехиллесе юл; йăвăр тăпру çăмăл пултăр! тесе, тăпрана çӳлелле сăтăраççĕ. Япала улăм илсе таврăнмаççĕ, çап-çара урапапа килеççĕ. Лараççĕ, кустара параç: ларса ан пытăр, тесе. Çавăрăнса пăхмаççĕ. Киле килсен, пурте, лаша кӳлнĕ çынсем, хăй (в дом умершего) патне кĕреççĕ. Тултах алă çăваççĕ. Кĕрсен, хăма сыпăкĕнчен иртиччен, курка сăра параççĕ. Унтан яшка çиеççĕ. Пуçламан çăкăр хураççĕ, ун çине пуçламан чăкăт, ун çине çурта çутаççĕ. — Пехиллесе кай! теççĕ... Ĕлĕк малтан вилнисемпе пĕрле асăнса хываççĕ. ― Асаттесем, асаннесем! Ерсе кайăр, анхăратăр. Йывăр хуйха куртăмăр! тесе, такапа чӳк тăваççĕ. — Эй турă, каçар! Ӳкĕнтĕмĕр пулĕ, йывăр хуйхăпала тем ытла сăмах каларăмăр пулĕ, — турă, каçар, çырлах! Амин.

юр

йор, (jор, jур), снег. Альш. Юр ӳкиччен, до выпада снега. Собр. 275. Пукравччен юр çусан, юр час лармасть, теççĕ. Если первый снег выпадет до Покрова, то, говорят, зима установится не скоро. Çутталла 52. Хăçан, шăнтса, юр çуса кайнине курас-ши? Сред. Юм. Йȏр çунă-çуманах, в конце осени или в начале зимы. IЬ. Йȏр çунă-çумантарахах парса янă-чĕ эп ȏна пĕр кĕрепенк çу, çавна халь те парса татман-ха. Орау. Юр вĕçе пуçласанах, сехре хăпать ман (потому что у меня нет теплого платья). Ч.С. Пĕрре çапла эпир кĕр-кунне ыраш çапрăмăр; ун чухне пăртак юр ӳкнĕ-чĕ (выпал снег). Собр. Юр çинчен кăмпа ан шыра, теççĕ. По снегу не ищи грибов. (Послов). Ст. Айб. † Çунам сулăнка карĕ, юр тулчĕ: акка-йысна килчĕ, кăмăл тулчĕ. Изамб. Т. Эсĕ çӳренипе хĕлле урамри юр такăрланат, çула урамри курăк хăрат (говорят шатуге). Т. Григорьева. Юр çинчен тăрна иртсен, пăрçа пулать, теççĕ. Если журавль пролетит, пока лежит снег, то, говорят, будет урожай гороха. N. Хĕл те çитет. Акă хайхи тăманра, çара çĕртен хăваласа пырса, юр хура пуçлать (надувает снег). N. Пӳртсем пĕтĕмпе юр айне пулчĕç (занесло снегом). Изамб. Т. Капансенчен иртсен, унта юр тап-таса юр. Чăв. и. пур. 35. Лешĕ каланă: çук апла мар, юлнă ĕçе юр пусать. Мана пулсан, пултăр халех, тенĕ, эсир кайран манатăр. Кн. для чт. 19. Хăй юр анчах пулнă. Сам весь в снегу. Синьял. † Шур чĕрçитти юр пекех, пасарта та пур пекех. Орау. Вăл енче юр виç кунтан ытла выртмаçть, тит. IЬ. Юр нуммай çуни? — Нуммай çунă, ура сыппи таранах (ура сыппинчен те иртет), аран-аран ашса çитрĕм (или: килтĕм). Н. Карм. † Алăкăрсем умне юр тултарнă, хăла лаша кĕнĕ — йĕр тунă. N. Шап-шур юр килчĕ (пришел весь в снегу), юр çăвать пулмалла. Кив-Ял. Пирвайхи юрах нумай тултарчĕ. Первый же снег выпал очень обильно. N. Мĕле, сирĕн патăрта юр çуни? Что, выпал ли у вас снег. Регули 1050. Йор шу полчĕ. Снег растаял (превратился в воду). Орау. Юр çăвать, курăнать, пит-çăмартисене, алсене юр-пĕрчисем (снежинки) киле-киле пернеççĕ (одна за другою, так как их много). Якейк. Паян ир çинче йор кĕт (= кăшт) вĕçкелер те, чарĕнч. Ib. Йор вĕçкеле пуçлаþ. Орау. Юр айне алтса пытарнă. Зарыли под снег. Id. Эсĕ пĕтĕм юр пулнă-çке, ача; часрах, йĕрĕличчен, сăхманна хывса силле. Ст. Чек. Пăлтăра юр кĕнĕ. В сенях надуло снегу. N. Унтан исе каять çырмана: ку мĕне кирлĕ пире? тесе калать, тет. Леш калать: хĕлле юр тултарать, тет. Йӳç такăнт. 17. Пӳрте юр кĕртсе тултартăн (натащил снега в избу). Сятра. Он ч¬он'а тада jорба пэрмэлэ выл'аччы̆ аччазам (играют в снежки). Капк. 1928, № 21, 13. Пашникпе, шап-шурă юрах. Якейк. Хĕл каçиччен çунă йор ирĕлсе пĕтмен-хе. Снег, выпавший за зиму, еще не весь растаял. Ст. Чек. Кашкăр, юр ăшне пута-пута, чупса кайнă (увязая в снегу). СТИК. Ку хĕл пирĕн пахчари йывăçсемшĕн пит йывăр килчĕ. Крашавник йывăçĕсене юр пусна-чĕ. Сред. Юм. Çор-кȏнне уçăм ани çинче йор выртсан, çав тĕлте кальча çĕрет. Если весною на озими будет лежать снег, то на этом месте озимь вымокнет. Орау. Çуртсам çинчи юрсам ирĕлсе пĕтрĕç. Снег на крышах растаял. Ягутли. Юр çывхара пуçларĕ (пропадает), урам хушшисем пыльчăкланчĕç. СТИК. Кишĕре юр кайнă-кайманах акаççĕ. Морковь сеют тогда, когда снег еще не сошел. Ib. Юр кайнă хыççăнах сухана та туха пуçлаççĕ. Как только сойдет снег, уже начинают пахать. Ч.П. Юр кайсан. Когда растает снег (весною). N. Йор пӳртсем çомĕнчен кайса пĕтмен (у изб еще не растаял снег). N. Кăçал мăн-кун юр çинчен килет. Нынче на пасхе еще будет снег. К.-Кушки. Юр хĕнпе кайрĕ. Снег сошел с трудом. Таяние снега тянулось долго. Шурăм-п. № 11. Çур-кунне юр кайса пĕтрĕ. N. Ĕлĕкхи пекех шыв та пула пуçларĕ, хĕлле юр та лартми пулчĕ.

йорла

пачкать снегом. Якейк. Иăванпа Кăркори пĕр-пĕрне йорласа пĕтернĕ. (Йорла «петь» см. юрă).

юр

(jур), месить (тесто), болтать. М. П. Петр. Юр — месить, болтать съестное (нимĕр юрас). N. Хуратул çăнăхĕнчен хуранта мимĕр юраççĕ (заваривают завариху). Сказки и пред. чув. 5. Кин, васкаса, çавăнтах сĕтпе юрчĕ (замесила на молоке) виç юсман. Изамб. Т. Унтан ыран çимĕç пĕçерме чуста юрса лартаççĕ. Макка 10°. Килте йытта юрманне ялта яшка пĕçернĕ, тет. (Послов.). Тайба. † Çу çине тинкĕле юр, тусăм, мана çиме чĕн, тусăм. Сёт-к. Кĕçĕр ута пĕр çаврăм йорса патăм (замесил лошади). Хыпар № 8, 1906. Атьăр халĕ, юрнă-юрнă, исмаса çăрарах юрар. В. Олг. Ут йорат, утсам (утсане) йорат. Месит лошадям. Ib. Утсане йорса парас. СПВВ. Т. Лашасене юрса парас, теççĕ. Шибач. Утсене йорса пар. Хурамал. Яшка çине юрмалли çук (= хушмалли çук).

юр-варлăх

погреб. СПВВ. ПВ. Юр-варлăх = нӳхреп, погреб. Т. VII. Ĕлĕк пĕр ача юр-варлăха кĕнĕ тет те: кунта пурте пур, тесе, шухăшласа тăрать, тет. Хорачка.

лайăх

хороший; хорошо. В. Байгул. † Лайăх лашасем ямшăклăх, лайăх ачасем патшалăх (годны на службу государству). Сюгал-Яуш. Пĕр лайăх кун ман пата юлташсем пычĕç те, каларĕç. N. Лайăхран те эпĕ ăна илтĕм. Орау. Ан та кала (и не говори), лайăхскере так кулăхах (незаслуженно) хурлаççĕ! Ib. Лашана лайăхскере туянчĕ. Регули 130. Вăл ĕçлени лайăх. (Его работа хороша). Якейк. Лайăх кайăр! Счастливого пути! N. † Эпĕрех килтĕмĕр, каятпăр: кайни лайăх (хорошо, что уехали), тесе, ан калăр. Регули 594. Ман окçа полсан (если бы были), лайăхчĕ. Ib. 748. Лайăх мар, çомар çăвать. N. Эсĕ ху ăçта выртатăн, çавăнтах сар, иккĕн калаçса выртма лайăх. N. Вуламасăр тăриччен (лариччен), вуласан лайăхрах пулĕ. Чем не читать, лучше читать. N. Лайăхăн лайăхах пулат (= лайăх çыннăн ĕçĕ те лайăх пулат). || Хороше́нько. N. Лаша туяннă чухне (во время покупки) лайăх пăхăр (смотрите хорошенько, т. е. внимательно). N. Лайăх ларăр. Сидите хорошенько (не упадите). || В достаточной степени, в достаточном количестве, вполне, порядком. Чăв. й. пур. 19°. Эсĕ эреххе лайăх пар та, тĕрĕс пар, тенĕ. Якейк. Ку урока эп лайăхах пĕлимасп (не совсем хорошо знаю). N. Çавăншăн вара ăна лайăхах хĕртсе ячĕç (порядком прибили), тет. О сохр. здор. Акă пĕр талăкра пĕр çынна 2 кĕрепенкке çăкăрпа виç чĕрĕк аш, е авантарах пулă лайăхах çитет. Хĕн-хур. Вăл тухса утнă вăхăтра лайăхах тĕттĕм пула пуçланă. Регули 1405. Эп она лайăхах ватрăм, асăнĕ вăл мана. N. Пĕр сехет лайăхах (= вполне) пулĕ (т. е. несомненно теперь уже не менее часа пополудни). Г. А. Отрыв. Пĕр шанта 20 витре лайăхах пур вара, лайăхăнах çирĕм пур. СЧУШ. Пĕрени майĕпе сулланса кайса пачĕ, тет, кăна (медведю) пуçĕнчен лайăх кăна (здорово). В. Олг. Лайăх пăхас (угощать). Кан. Хăшпĕр чухне сехрене лайăхах хăпартаççĕ (пугают). Юрк. Кунта хăнана килтĕр-ем эсир, лайăхтарах çиесем ыйтăтăр? || Приветливый. ПВЧ 99. Аттипе те апи лайăх полсассăн, тата килĕс кăмăл (желание) пор. || Удачный. Якейк. Лăйăх çоратмарь; арăмăн ачаран телĕй полмарь (роды были неудачны). || Неповрежденный. N. Лайăх çтенаранах тĕтĕм (дым) тухать. || Здоровый. В. Олг. Лăйăх-и? Су-и? Здоров-ли? — Су, лăйăх-ха. N. Лайăх-и? Сыв-и? Здоров-ли? Здравствуйте! Альш. Тимĕрçĕ ачи ирĕлтернĕ тăхланне çакăн лайăх куçне (в её здоровый глаз) яра пачĕ, тет. || Небось. Орау. См. халтлаттар. N. Пуçран пĕре тăхăнтарсан, илĕн вара! Вот дам тебе по башке, небось тогда возьмешь! (или: „вот тогда возьмешь!“ — Этот оборот употр. в смысле угрозы: если ты возьмешь, то я ударю тебя по башке!). Якейк. Пĕре холăпа çонтарсан, лайăх вăрмана кайăн! Вот отпорю прутом, тогда будет леç! (Так гов. напр., ребёнку, который надоедливо просится в лес). || Можно. Скотолеч. 10. Çав вăхăтра ăна (жеребёнка) алла вĕрентме лайăх (можно приручить).

лайăхăн

лайăххăн, „как следует“. N. Ĕлĕкрех халăх хăй хутне кĕрекенсене лайăхăн уйăрса илеймесчĕ (не отличал). N. Никама та пĕр тăват-пилĕк çула çитмесĕр лăйăххăнах ăс кĕрсе çитеймест.

лав

воз; подвода. См. ăлав. Изамб. Т. Пĕрре çапла манăн сар лаша лавĕ сулăнка кайрĕ. Ib. Хĕр япали лавĕ, воз с приданым невесты. Чуратч. Ц. Ĕçтерсе çитерсен, пĕр лав çăнăх парса ăсатса ячĕç, тет. Ib. Вара, вăсене лав çине тĕяса, шăналăкпа çыхса, лашисене кăларса ячĕç, тет. Тогаево. Вăлсене те илме лавсем килнĕ (приехали подводы). Орау. Лав çинчен (с воза) илес, унта йӳнĕрех, ахаль çĕртре, лапкасенче хаклă ыйтаççĕ. Тет. Лаву çине ларт-ха! Посади-ка меня на воз! (воз был с хворостом). СКАЗЗ 48. Икĕ лав çулпа килеç. Проезжали той дорогой две подводы. N. Пĕр лав утă илсе кил. Привези воз сена. Кан. Лав шыракан кашни кунах пур. Каждый день бывают люди, ищущие подводы (ямщика). Ib. Лав хакне калама çук хăпартса янă (страшно подняли цену за провоз). Сам. 75. Ирĕксерех ахлатса лавĕ умпе (= умĕпе) пымалла. Конст. чăв. Ирхине тăрсанах, япаласене тинĕс хĕрне турттарса кайма лав тытрăмăр (наняли подводу). Турх. Унта вăл пĕр пысăк лав вут каснă (дрова). N. Ула лаша лавра. ТММ. Начар арман лава нумай тытат. N. Виçĕ пăтлă миххине лав çине илсе хурсан, кайăпăр. Капк. Лава пынă çынсем те, ним тума аптăраса, ятлаçаççĕ. Ӳсĕрсене кĕтесшĕн мар. Кан. Выçлăх çул. Элĕкрен виçĕ лав сĕлĕ турттарса килчĕ. Ib. Тухса çӳреме пирĕн лашасем çук; ялсенче лавсем памаççĕ (не дают подвод). || Мирская подводная повинность. Сред. Юм. Лав картни, отметка об исполнении общественной подводной повинности. Икково. Лашасам порте лавра. Все лошади в разгоне.

лавлă

с нагруженным возом. Т. IV. Вăрмана пĕр-пĕр япала пуçтарма кайнă чух тулли лавлă çын тĕл пулмасан, япала тупаймасть, теççĕ.

лак

(лак), подр. (отпечаточное) звуку, получяющемуся от удара о более или менее мягкий предмет. КС. Кучĕпе сак çине лак! ларчĕ. Ib. Ури шурĕ те (поскользнулись), кучĕ çине (на задницу) лаках кайса ларчĕ. Ib. Уссĕрскер, кучĕ çине лаках кайса ларчĕ. Н. Карм. Пĕчĕк ача кучĕ çине лак! ларчĕ (не устоял на ногах и шлепнулся на задницу). N. Куссан-куссан, пĕр тункатана перĕнчĕ те, лак! тутарчĕ (бочка о кочку), манăн пуçа лап! тутарчĕ. Орау. Чашăка лак! лартрăм та, лаштах çурăлса карĕ — сĕт пĕтĕмпех тăкăнса карĕ (поставил со стуком, неосторожно). Н. Чукалы. Хĕверисем (черти) Якуркка выртакан вырăн тĕлĕнчен маччана сӳтнĕ те, арман чулне лак! пăрахнă. Пус. Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, ланчашкана лак! сикет. (Кăвар туртни). || Подр. локанью. Якейк. Йăтă пăтратни лак-лак! хыпать. Ib. Йăтă лак-лак! хыпать (ест жидкое). || Собр. Хура йытă кутне лак-лак. (Çăра питĕрни). Ст. Шаймурз. Ватă ĕне... лак-лак. (Уйран уçлани). || Подр; бульканью. Сред. Юм. Четвĕрт кĕленчинчен хăвăрт шыв йŏхтарнă чŏхне кĕленче мăйĕнчи шыв лак-лак (а с легкой лабиализацией) туса тŏхат. Лак! тухса ӳкрĕ. || Подр. неровному бегу лошади. Сред. Юм. Пирĕн лаша темме çынсĕнни пик чипер йăпăртатса йŏртса чупмас ŏ, пĕрмай лак-лак! тăвать те, кŏта веç ватса пĕтерет („назв. бега лошади, когда она бежит длинными шагами“).

лак

полно, много. ПТТ. Çапла вара уй чӳкĕ тăвакан çĕре лак тулаççĕ (люди). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм: мана нăмай пар, тессине: мана лак пар, теççĕ. [Русские малыши, вм. „дай мне больше“, гов: „дай мне много“]. Ск. и пред. 44. Вăрман парсассăн, çиме лак пулать, халăх çĕрне сутсан та, сиен мар. N. Шуйттан ачипе амăшĕ урапана çавăраççĕ те, пĕр урапана лак тулли укçа тиерĕç, тет. Истор. Вăл вăхăтра унта лаках çын тулнă. Ст. Чек. Çĕрпӳре, пасарта, лаках. Ib. Лаках лартрăм (наелся до отвала), теççĕ, çисе тăрансан. Баран. 121. Юр, ирĕлсе, çĕре лаках ĕçтерсе тăрантарчĕ.

лакăм

(лагы̆м), яма на дороге, ухаб. Çутт. 153. Инçех те мар лакăм пулнă. Ib. 84. Ман çул çинчи лакăмсем питĕрĕнчĕç юрпала. ЩС. Лакăм, небольшая промоина. Шурăм-п. Пĕр лакăм тупрĕç те, ун йĕри-тавра шăкăр пырса ларчĕç. Полтава. Вут-хĕм виттĕр сикеççĕ, лакăм урлă ывт(ă)наççĕ („сквозь огонь окопов рвутся“). Сред. Юм. Лайăм — низкое место между двумя буграми. О сохр. здор. Урам хушшинчи (на улицах) лакăмсене тислекпеле е улăмпала тултарас пулмасть, ялан таса тăпрапа е хăйăрпа, чулпа тултарма кирлĕ. Кн. для чт. II, 145. Куккук çӳрин çурăмĕ сарлака, унта унăн лакăм пур. Тогаево. Пĕр çĕре миçе ача пыçтарнать, çавăн чухлĕ пĕчик лакăмсем чакалаççĕ. Чураль-к. † Кӳлтĕм тухрăм сар лаша, сикрĕ ларчĕ сарă хĕр; сулăнкара (так!) та сулăнать, лакăмра та ларса юлать. (Маслян. п.). Орау. Пырсан-пырсан, пĕр лакăма кĕрех карăмăр; çуна сикнипеле чуттах (едва не) çуна çинчен тухса ӳкеттĕм. Ib. Çуна лакăма сикнипе пĕтĕм ăш кисренсе карĕ. Ст. Чек. Лакăм, рытвина (зимою, а также и летом в грязное время). См. лакăм. || Углубление в русле реки. Якейк. Н. Карм. Лакăмра выртать шыв (глубокое место в реке). Утăм № 1,9. Тинĕс çăварĕ Атăл пек шывсене хăйсене те тĕпсĕр лакăма ярать.

Ламун

имя героя сказки. Абыз. Авал пĕр Ламун каска айне пулнă; çав Ламун хуран каска айĕнче çирĕм çул выртнă (лисица его женила на дочери царя). || Абыз. † Тĕвит-тĕвит (вар. тĕввик-тĕввик) тăмани уксах (вар. уксак) чăхха юратать, çăкă пирĕн ламун уксак хĕрсене юратать.

ламппă

(ламппы̆), лампа. Якейк. Кайнă чох ламппă сӳнтерсе хвар (чаще скажут: хăй сӳнтерсе хвар). Ст. Чек. Ламппăран тухнă тĕтĕм (или: хăрăм) пĕтĕм пӳрте сарăлчĕ. Ирч-к. Ламппă решотки (горелка), трупи (стекло), ламппă хăйӳ (так! — фитиль). КС. Ламппă ( светильня, фитиль). Череп. Ламппă тимĕрĕ, горизонтальный круг над лампой. Ст. Чек. Ламппă питлĕхĕ, горизонтальный круг (рефлектор) для лампы, висящей на потолке. Кожар. Пĕр отма-çолпа кайрĕ те, çатрака пустаркаласа кайнăран кайрĕ те, пĕр ламппа çутти пур (виднеется свет лампы). Ст. Чек. Ламппа хăпарт. Прибавь света (в лампе). См. краççын.

ламсăркка

(ламзы̆ркка), шатуга. КС. Ламсăркка йытă. Собака, любящая шляться, шататься. Ib. Çавсен пĕр ламсăркка йытти пĕрмаях кил таврашне ухтарса çӳрет.

ланка

(лаҥга), шляться, болтаться. Тюрл. Тек ланкаса ан çӳретĕр, парса тат она (отдай долг), нумай япала мар. СТИК. Мĕн çавăн хыççăн ланкаса çӳрем! (-эм). Мĕн пĕр ĕçсĕр сулланса çӳрен? тени пулат. || Глохтить. СТИК. Ĕмĕтсĕр çын та пулат. Ăçта кайма ланкан сĕте (= нумай ĕçетĕн; выражение неприличное).

ланкама

(лаҥгама), ухаб, рытвина, колдобина. СПВВ. N. Пĕр-пĕр лакăма (ланкамана) мĕне кĕрет те, лавне туртса кăлараймасть (лошадь).

ланки

(лаҥги), неизв. сл. (шатанье?) Хурамал. Кивçен панă çын, укçине илме тесе, пыра-пыра аптратсан: парса татас çавна, ланки пĕттĕр, теççĕ, тек ан килтĕр (теççĕ). ПВЧ 113. Туй, туй, туй, ланки, кĕçĕн-кĕрӳ ластанки пĕр корка та памарĕ, куçа-пуçа пымарĕ. См. ланка.

ланчашка

слабый, вялый и вместе с тем, длинный, долговязый (про человека). Шорк. Пазух. Вăрман тăрри лапсăркка, пирĕн йысна ланчашка. || Неряха (Изамб. Т.), грязнуха, неопрятный. Хурамал. Ланчашка! Сĕтĕр(ĕ)нсе çӳрет çавăнта теççĕ (= пуçтарусăр çын). Кан. Ачисем те, амăшĕпе ашшĕне кура, Мархвана, иртсе кайнă чухне: ухмах Мархви! ухмах Мархви! Ланчашка! тесе, витлеççĕ. || Плохое мочало. Пухтел. || Пакля. Изамб. Т. Тура-шăл тунă чухне ланчашки юлат (= чӳпĕк, негодные остатки). Тюрл. Сӳс ланчашки, неприбранная кудель, неприведенная в порядок. Слеп. Сӳс ланчашки, брак, плохая кудель. || Тряпье, шобонья, лохмотья. СТИК, Ст. Чек. Календ. 1906. Типĕ ланчашкапа (тряпкой) тусан кĕмелле мар çыхас пулать. || Слеп. † Хĕр çом çакки ланчашки, пĕр корка та памарĕ, çор корка та памарĕ.

ланчăлă

ланчăллă (ланџ̌ы̆лы̆, ланџ̌ы̆ллы̆), свисающий лохмотьями (про истрепанный край одежды). Хорачка. Ланчăлă — пĕр хошши çĕтĕк, тепри (тэбри) питĕ. (Отгадка — дерево). Ку ытла та ланчăллă сăхман тăхăнса янă. Ср. лăнчă-ланчă.

ланчăртат

(ланџ̌ы̆рдат), болтаться. Сред. Юм. Мĕн пĕрмай çын хыççăн ланчăртатса çӳрен эсĕ? (шляешься). Ib. Мĕн лапчăртатса çӳрен-ха эс {{anchor|DdeLink18922013135264}} ôнта, килте пĕр те ĕçлес çок-и? Паян ирхĕнеренпех ôтма пуçланă та, хĕвел лараччин çапах ôтрăмăр та, киле арран ланчăртатса çитрĕмĕр (ырса сӳсленсен). К.-Кушки. † Вăрăм пушă çакас-мĕн, ланчăртатса çӳрес-мĕн. Ст. Чек. Ланчăртатса çӳреть (= сулланса çӳрет; напр., çĕтĕк-çатăк тумтир ланчăртатса çӳрет). КС. Тăлли ланчăртатса пырать (развязалась и волочится). Сред. Юм. Ланчăртатрĕ (то же, что у др. ленккерĕ, „поплелся“).

лап

(лап), подр. звуку хлопнувшегося (упавшего) предмета. СТИК. Çăм мишукĕ лап персе анчĕ. („Лап – звук мягкий, похожий на звук, когда падает что-нибудь мягкое“). Ib. Лакăш! турĕ те (отступился), лап! персе анчĕ (споткнулся и упал). Альш. Акă упăшки патне çитет те, палакирне лап! ӳкерет, тет. Богдашк. Т. Лап тăсăлса ӳкрĕ хуса пыраканни. Толст. Лаши пĕтĕм вăйĕпе пынă çĕртен лап персе аннă та, Жилинăн урине аяла тунă (придавила). Шорк. Пылчăк çине хырăмĕпе лапах персе анчĕ. Эльбарус. Çаксем кăсйисенчен темскерсем кăлара пуçларĕç; тăта лап-лап! ӳксе пуççапаççĕ, тăта пакăл-пакăл! юмахлаççĕ. Сред. Юм. Витрери шывва (= шыва) трук тăксан, шыв лап! туса тôхса ӳкет (выплескивается). || Подр. мгновенному движению садящегося, ложащегося или падающего. КС. Хырăмĕпе лап выртрĕ. Сред. Юм. Мана корчĕ те, лап! выртрĕ. („При этом лап не означает звука при падении, а самое действие). Шорк. Пылчăк çине лап! татăлса анчĕ. Ст. Айб. Куçма кĕрӳ кускалать, Лапата кĕрӳ лап ларать. (Çатма çинче икерчĕ пĕçерни). || Подр. бросанию тяжелого предмета. Ст. Чек. Лап! пăрахат (бросит сразу). N. Ку ача амăшне пĕр ала йĕппе лап! тутарать, тет те, веç чиккелесе вĕлерет, тет. || Подр. удару (хлопанью). Альш. Амăшĕ алăкран тухат та, кукша капкăнĕ амăшне лап тутарат, тет. Шурăм-п. № 6. Арăмне пуçран çапуççипе лап! тутарчĕ. Альш. Кашкăр кĕрсенех, кашкăра аякран лап тутарнă. КС. Аллипе лашана купарчинчен лап! çапрĕ. N. Ашшĕн çăварне лап хупласа лартрĕ. || Подр. ударам бьющихся волн. Сред. Юм. Пĕчикрех хомсĕм лотка хĕрне лап, лап! пырса çапнаççĕ (= çапăнаççĕ). || Подр. хлопанью крыльев. Юрк. Çав вăхăтра кашта çинче ларакан автанĕ çуначĕсемпе лап, лап, лап! тутарса çапса илет. || N. Лап сур (плюнь).|| Подр. тяжелому ступанью по плоскому предмету. Алших. Лап-лап! çĕре ан пусăр: çĕр кисренет, тиеççĕ. || Подр. тяжелому бегу. Сред. Юм. Лап-лап! тутарса чупса кайрĕ. Побежал тяжелой рысью. Ib. Пирĕн лаша чупайрать-и-мĕн ôлă? Лап-лап, лап-лап! туса пырать, онпа мĕн чôлах аякка кайăн? СТИК. Пĕчĕккĕ ача, чуппи (бег) килĕшет, вăл темле çăмăллăн чавтарса пырат; пысăк çын вара лапăстатса пырат. („Лап-лап“ выговаривается соразмерно шагу; если шагает — редко, если бежит — скоро. Выражение впечатления при виде неуклюжести бега, неуклюжести фигуры, а также и звук, производимый ногами“). || Подр. звуку, который слышится, когда трясут шапку, взяв ее за тулью. Сред. Юм. Шапкана тӳпинчен тытса силлесен, лап-лап! туса силленет. || Подр. звуку неожиданно лопнувшего льда. К.-Кушки. Шыв тулнипе пăр лап! çурăлса кайрĕ. || Подр. кипению каши (хлопанью пара). Изамб. Т. Вир пăтти вĕренĕ чухне лап-лап! туса вĕрет. || Подр. моментальному погашению света. Хрест. Куçук çавăнтах ламппине лап! сӳнтерсе лартрĕ. Сунт. Пӳртре ламппă çути лап! сӳнсе ларчĕ. N. Çав вăхăтрах килти çунса ларакан çуртасем икĕш те лапах сӳнсе ларчĕç, тет. (Сказка). Сред. Юм. Пирн (= пирĕн) лампă чипер ларнă çĕртех лап! сӳнчĕ ларчĕ. N. Çутатса пыракан хунарĕсем лап сӳнчĕç. БАБ. Лап сӳнсе ларчĕ (огонь). См. тимĕр карта. || Подр. широким вспышкам молнии (как будто с глухим звуком). N. Çулахи çĕрсенче шевле (зарница) лап-лап çиçет: темĕскерле ăшшăн туйăнать те, тӳлек туйăнать. || Плашмя. Орау. Лап выртни („ляпа“) сан пултăр, эпĕ шĕвĕр пуçне („тыку“, т. е. с острого конца) йышăнап. (Так сговариваются игроки). || Как раз, совершенно. Якейк. † Çак нуштана корасса воник çолтах тĕл(л)ĕнтĕм, çирмик (= çирĕм ик) çолта лапах килч. Яргуньк. Чу кайăп, лап анăп, мăнтăр купи купалăп. (Кăшăл сăвăрни). Баран. 19. Акă, хайхи каçхи тĕттĕм хаяр вăрçса чикĕшес хире лапах килсе хупларĕ. БАБ. Хăй ăшне лап хупласа илчĕ. См. яр. Шорников. Лап хуратăп (какое-то выражение в игре в камешки, шакла). Янш.-Норв. Уяр! уяр пулать пулсассăн, вĕл вĕçсе кай; çăмăр çăват пулсассăн, лап (лап, п неозвонч.) ӳк. || Как раз (сильнее, чем лăп; выраж. неожиданность). N. Çав капкăн çапнă кашкăр умне лапах тухрăм. 93 çул, 24. Çимуртен лап çав чирлĕ çын патĕнче пулнă. Пшкрт. Холара лап пĕр эрне порăнтăм. КС. Эп вăл çитнĕ çĕре лап çитрĕм. Я как раз прибыл к его приходу. N. Çирĕм тăватă сахат хушшинче çĕр лапах пĕрре çаврăнса çитет. Регули 1350. Лапах выртать. Лапах йорать. || Совсем; точно. Чăв. й. пур. 23. Çав усрама илсе ӳстернĕ ывăлĕ ăнсах кайман, шап лап ăслах мар Сятра: хы̆нџа-ш̚и лап ŏжŏтсак jарат? Когда же будет совсем (понастоящему) тепло? О сохр. здор. 49. Аша пирĕн е лапах пĕçерсе, е ăшаласа (шарку туса) çиеççĕ. N. Хăлха лапах питĕрĕнсе ларать. || Точь-в-точь. Якейк. Лапах охмах эс. Ib. Эс лапах пирн ялти „Петĕр: калаçса колни та, йорлани та, ташлани та, сан çиллӳ те оннешкелех (как у него). || В самом деле. Хорачка. Лери халăх калат: верно, конта порнса, лапах конта порнсаç кусам, тет. || Шибач. Лапах польчĕ. Оказалось совершенно верным. СПВВ. ТА. Лапах-и? = Чăнах-и? (т. е. правда ли это?).

лап çĕре!

хлоп в землю! (магическое слово). ПТТ. Вара тепле пĕр пĕлекен çын: ачасем! тухат-ĕçке ере! часрах кашнайĕ: лап çĕре! тесе, улăм пĕрчи пăрахăр, тенĕ. Пурте хăпăл-хапăл: лап çĕре! тесе, улăм пĕрчи татса прахнă та, Питĕркке тухас çĕртен каялла анса кайнă.

лап

лощина, ложбина, низкое место, низменность, равнина. Ст. Чек. Унăн лапра тырă аван пулнă. В низине у него был хороший урожай. Ib. Юхлă лапĕнче. В низменности р. Яклы. Альш. Лапрах çĕрсенче чул сарса тухнă (устлано к.). Пазух, пирĕнех те хирсем пит лапах мар, пăлан тьыхи выртас çĕрсем мар. N. Лап çĕре анса, унта та çапла тем масарсем шыраса çӳрет. Собр. Асамат кĕперри лапра пулсан, çумăр пулат (противопод. чике?). || Кучка, местечко, участок. Хурамал. Пыраттăм-пыраттăм çулпалан, пĕр лап (= ушкăн) çырла тĕл пултăм. Юрк. † Çеçен хирĕ варринче çырла лапĕ, пĕрне татса çисе пулмарĕ. Ст. Чек. Кăмпа лапĕ, çырла лапĕ, „колония грибов, ягод“. || Низенький. В. Олг. Лап пӳрт, низенькая изба. || Плоский. Богдашк. † Лап мунчанăн тăррине тапнă-тухнă вĕлтĕрен. || Неуклюжий. || Плоский (о лаптях). Трхбл. Лап çăпата çутă пуç, çинçе пилĕк хура куç. (Ламппă). Рак. Лап çăпата, çутă куç. (Хăй çути). Альш. Лап çăпата, çутă куç. (Кăраççин). Т. II. Загадки. Лап çăпаталлă, çинçе пилĕклĕ, тăватă сăмсаллă, хĕрлĕ кикĕриклĕ. (Хăйă чикки). N. Лап çăпата, çинçе пилĕк, çутă пуç. (Хăйă чикки). Собр. Лап çăпата, çинçе пилĕк, хĕрлĕ сăмса. (Хăй чикки). N. Лап çăпата, çинçе пилĕк, çăлтăр куç. (Ламппă). || Повидимому, назв. сплошной, одинаковой вышивки. СТИК. Лап — название узора. Различные узоры у чуваш носят разные названия по сходству: 1) чăхă ури, 2) чĕрнелĕ ура, З) автан, 4) лап — сплошь без узоров.

лап-лапчăк

совершенно плоский, низкий. Якейк. Онăн сăмси лап-лапчăк (совершенно приплюснутый). N. Пĕр лап-лапчăк лотра хорама (совершенно низкий).

лапам

(лабам), низменность; низменный. Шорк. Лапам — довольно обширное место с незначительным углублением. (Срв. айлăм, низменное место, где долго держится влага). Çутт. 116. Çуркунне Атăл лапам енче таçта çитех сарăлса кайнă (разлилась). ЧП. Лапамри юман. Хурамал. Лапам çĕр — тикĕс çĕр (низменность). N. Плуг тӳрем вырăна та, лапам вырăна та пĕр пек сухалать.

лапă

(лабы̆), низменность; ложбина, лощина. N. † Лапăсем тăрăх шыв юхать, аякран кĕмĕл пек курăнать. Изамб. Т. Унта пăртак лапăрах та, те çавăнпа (поэтому, что-ли), тăман пăртак лăпланнă пек туйĕнчĕ. Янш.-Норв. † Лапăра шуркут йăви питĕ нумай, чĕкеç йăвисене çитес çук. Шурăм-п. № 28. Малтанхи лапăри утта халăхсем, эпир çитиччен, пуçтарса, тепĕр лаппа кайнă. N. Пĕр лапăра ларать, тет, пĕр çын; пĕр çут çине пусать, тет, аллипе,— çут анса каять, тет; тепĕр çут çине пусать, тет, тепĕри анса ларать, тет. Ядр. † Торхла ялĕ лапăра; темчол лапăра полин те, кӳпсе каяс сасси пор. Ай, милый Тукас пор! Темчол ту çинче полин те, чипер полас сасси пор. || N. Лапă çĕр, долина. || N. Вăл эсĕ кăтартнă çĕре йĕрӳ лаппипе пырĕ.

лапăрт

(лабы̆рт), подр. хлюпанью воды. КС. Атта шыв кĕрсен, лапăрт! тăвать (в Сред. Юм.— шыв пит нăмай кĕрсессĕн). СТИК. Лĕпĕркке, шĕвĕ япалана алăпа-и, япалапа-и пĕр майĕпелле кăна пăтратсан, т. е. аллăна пĕр майнелле хытă ярсан, унтан кăларан та, каллах тепĕр хĕрринчен чиксе ху патналла хытă туртса илен. Çапла тунă чухне лапăрт! лапăрт!.. тутаран пулат. (Питех шĕвĕ япала пулмасан урăхтарах сасă). См. лăпăрт. || Подр. локанью. Сред. Юм. Кошак шыва лапăртлапăрт! тутарса ĕçет. || Подр. полёту сороки. КС. Чакак лапăрт, лапăрт! туса (или: тутарса) вĕçет. См. лăст.

лапăртат

некогда – понуд. ф. ог гл. лапăрта. || Бултыхаться. Чув. пр. о пог. 232. Хур шыв çинче ишсе çӳренĕ чух чăмса лапăртатсан, çăмăр пулать. Если гусь, плавая, бултыхается и ныряет, будет дождь. || О неправильном полете. Сред. Юм. Çôначчине амантнă (повредившая) кайăк чипер вĕçеймес, лапăртатса вĕçет. || КС. Кайăк лапăртатса вĕçсе карĕ (полет большой птицы; более слабое подр.— лăпăртатса). || Возиться над чем попусту. Череп. Плохой микроскоп можно дать ученикам „лапăртатса ларма“, т. е. для препровождения времени. || Возиться в грязи. Ст. Чек. Ачасем кӳленчĕкре лапăртатаççĕ. N. Шыв хĕрринче лĕпĕш лапăртатать; лапăртатнăçеммĕнех путать Вăл. || Плескать водой, грязью. Изамб. Т. Ачасем çумăр хыççăн пылчăкпа лапăртатаççĕ (пачкаются в грязи). Сред. Юм. Пĕчик ачасем мунчара шывпа лапăртатаççĕ. || Вести неприличную болтовню, болтать. Череп. В. Олг. Лапăртат, говорить нехорошие вещи. Ст. Чек. Лапăртатас — кирлĕ-кирлĕ мара калаçас. Ib. Ан лапăртат! Пшкрт: пустоj лаβрдатат (болтает). Ib. Пустой лап(-β-)ăртатса ларан! (= кирлеми соясам соляса ларат). Ала 85. Апай, мана пĕр аршăн пир пар та, кутамкка çĕлесе пар. Кăна илтсен, ăна амăшĕ: мĕн ухмаха еретĕн эсĕ, ан лапăртасса çӳре! тенĕ. || Биться (о птице). КС. См. çапкалан. Сред. Юм. Пуснă (заколотый) алтан лапăртатать.

лапăстат

(-тат), шлёпать. См. МКП. 112, 115. Утар. Чечук вара лапăстатса кайса тупнă та, пупа (dat.) илсе пырса панă. N. Атя, лапăстатах, ачам! (обращение к лошади: „ну, трогай!“). КС. Лапăстат, шлёпать. Ib. Лаша лапăстатса юртса пырать (без усиленных движений). Ib. Караппăл (беркут) лапăстатса вĕçсе кайрĕ (медленными движениями). Ib. Ача алăра сиктернĕ чухне (когда его пестуют), лапăстатат (= çунатланать, машет ручёнками). Ст. Чек. Лапăстатса чуп, бежать в большой обуви. Капк. Анатран лапăстатса хăпаракан шур аппа пек чечен пăрахут çеç ăна шухăшлама чарать. Сред. Юм. Пысăк кайăксем лапăстатса вĕçсе пыраççĕ (летят; означает тяжелый полёт большой птицы). Орау. Çырма хĕрринче пĕр чăрăш лапăстатса ларать. КС. Пуснă алтан лапăстатса сикет (трепыхается). Ib. Лапăстатса çӳреççĕ (чĕчĕсем). || Ходить без дела. N. Лапăстатса çӳрет. Шляется без дела. || Болтать.

лапка

плоский. Сред. Юм. Тюрл. Лапка сăмсо, плоский нос (этому противопол. шӳреке сăмсо). || Приземистый. Мусир. † Лапка хурăн айĕнче пĕр çăмăрсăр ӳснĕ эпĕ. Собр. Пĕр лапка карчăка тăваттăн хурах тăраççĕ. (Тенкел). || Ширина, площадь. Сред. Юм. Ôрам лапкипе шыв юхат. По всей улице течет вода. N. Лапкипе выртакан пысăк çăпан (широкий чирей). Баран. 101. Çулçи (у мака) лапки çинче вакçеççĕ шăнăр. || Плоская сторона. Тюрл. Лапкипе хотăм. Я положил плоскую стороною. || Хлопьями. (О снеге). НИП. Лапка юр çăват. Идет крупными хлопьями снег (что бывает в теплую погоду), Изамб. Т. Эпир Чĕмпĕртен тухнă чухне лапка юр кăна çăватчĕ (хлопьями). Хурамал. † Лапка-лапка юр (крупный) çăвать, шурă пӳрт çине шуратать. Изамб. Т. † Лапка-лапка тăман çăват, çуна-ах та шăвайми тăват пуль. Пазух. Лапка та лапка, ай, юр çăвать, хура çĕре халĕ те, ай, шуратать. || Островками. ЧП. Аппа пахчи варринче лапка чие шăтайчĕ (выросла). || Лаптами. Тюрл. Лапка-лапка хора пĕлĕт („довольно большими кусками“).

лапкăш

его ширина. N. Ани лапкăшпех хуп-хура выртать (о недавно вспаханном загоне). N. Тăм патне чавса çитсен, эпир тата тăмне пĕр кĕреçе лапкăш тарăнăшĕ пек хускатса, кăпăшлантарса тухрăмăр.

лапсака

(лапсага), косматый, лохматый. МПП. Лапсака мăйăх, лохматые усы. Çутт. 45. Лапсака йытă якăлт! сиксе кĕчĕ. N. Хăй (ача) лапсака пуçлă; сарăрах, чылайранпа хачă (-хайчă) курман çӳçĕ кĕçеленсе кăткăсланнă. Б. Крышки. Ку чĕп лапсака ураллă. У этого цыпленка мохнатые ножки. || С густой хвоей. Орау. Лапсака чăрăш çăмăра ямаçть, çавăн айне кĕрсе ларăпăр. Якейк. Лапсака (о дереве), низкое и развесистое. N. Эпир те çăмăр хытă çуннипе пĕр пысăк, лапсака йывăç айне кĕрсе лартăмăр. См. лапсăркка.

лапсăр

подр. движению лохматого предмета. СТИК. Вăрманта пĕр йывăçа касса ятăм та, вăл лапсăрр! персе анчĕ. („Выражает шум при падении большого дерева с листьями“). || Подр. косматости. Шурăм-п. Çирĕм-вăтăршар сурăх çăмĕсемпе лапсăр-лапсăр тутарса çеç çӳреççĕ. || Подр. слабости. Орау. Пĕр пирус (папиросу) туртрăм та, пĕтĕмпе лапсăрах ячĕ (почувствовал полнейшее расслабление). Ст. Чек. Лапсăрах кайрĕ, ывăнса (чувствует себя вялым). || Косматый. Тайба-Т. † Лапсăр-лапсăр сĕлĕ кĕлти пек, пирĕн йысна мар-ши çав? Тайба (б. Буин. у.) † Лапсăр-лапсăр лаççăм пур, лаç хыçĕнче çӳпçем пур, сакăр мăшăр саррăм пур.

лапсăркка

лохматый, мохнатый, косматый; с пушистой листьвой или хвоей. ЧП. Пирĕн йытсем лапсăркка. Сред. Юм. Пит лапсăркка çăмлă сôрăхăн çăмĕ нăмай тôхать. Ib. Пирĕн пĕр сôрăх пит лапсăркка (с длинной шерстью). Çĕнтерчĕ 11. Лапсăркка калпаклă пуçне кантăкран (в окно) чиксе пӳртелле (в избу) пăхать. Виçĕ пус. 25. Çак курăксем, хăйсен лапсăркка, вăрăм тымарĕсемпе пĕтĕм пусса хупласа илсе, ытти курăксене тăнчах (совсем) пĕтереççĕ. Изамб. Т. Çула лапсăркка пуçлă çăка пит илемлĕ. N. Вăл пысăк, лапсăркка пулнă. Юрк. Лапсăркка çилкелĕ, с косматой гривой. О сохр. здор. 116. Пирĕн унта ĕçченĕ чухне лапсăркка, вăрăм, сарлака аркăлă-çанăлă тумтир тăхăнма кирлĕ мар. Ал. цв. 9. Темиçе тĕрлĕ чечексем ӳсеççĕ: пĕринчен-пĕри илемлĕ, лапсăркка, тутлă шăршăллă. Ст. Чек. Лапсăркка – нумай çулçăлă йывăç. || Неряшливый, плохо одетый; растрёпа. Орау. Ку карчăк пĕр лапсăркка кинĕпе тек мухтанса çӳрет (хвалится своей неряшливой снохой). Ст. Чек. Лапсăркка çӳрет. Ходит растрёпанный. N. Вăл чирлĕ, лапсăрккаскер, çын тăрăх (по людям) сĕтĕрĕнсе çӳрет. Сред. Юм. Пĕр лапсăркка матка (баба) иртсе кайрĕ хăй пирн пӳрт пуçĕнчен (не праворная). || Поврежденный (напр. о дереве). Янза-к. (Цив. р.).

лапсăртат

(лапсы̆рдат), лохматиться, косматиться, ходить неряшливо в отношении костюма. Альш. Ак пупĕ лапсăртатса чупат, тет. Сред. Юм. Мĕн лапсăртатса çӳрен эсĕ ман хыçран? Что ты шляешься за мной? N. Чиркӳ çăраççине илчĕ, тет те, лапсăртатса пычĕ, тет, чиркĕвелле. Ст. Ганьк. † Ял-ялĕнчи арăмсем, тикĕт лакăм тулашĕ пек (как наружная сторона мазницы), лапсăртатса çӳреççĕ. (Выр. „ял-ялĕнчи“ понимается здесь в см. „хăш-хăш ялти“). N. Унта йăвăççисем пит çулçăлă, темĕн тĕрлĕ лапсăртатса лараççĕ (с широкой кроной). Ст. Чек. Йывăç çил вĕрнĕ вăхăтра лапсăртатса ларать, çулçисем пĕр-пĕрне çапăннипе. Орау. Çырма хĕрĕнче пĕр ват хурăн лапсăртатса ларать.

лаптăк

плоский; плашмя. Толст. III–IV, 147. Çавăнтах тата лаптăк тăрăлă пĕр пĕчĕк пӳрт ларнă. || Плошадь, площадка. Чĕлкаш. 9. Кранит, тимĕр, йăвăç, кавăньăн чул сарнă лаптăкĕ, карапсемпе çынсем, пурте урса, иртĕнсе кайса, хăрушă сасăсем кăларса тăраççĕ. N. Вăл (рабфак çурчĕ) чылай лаптăк йышăнса тăрать. || Участок (неопред. формы). КС. Кăçал анасам çинче лаптăк(-к’)-лаптăкпех тырă çук (т. е. есть плешины). Якейк. Ана çинче пĕр лаптăк (часть) пĕтĕмпех пиçенпе шăтса ларнă (порос). || Загон неопределенной формы. Орау. КС. Лаптăк тесе, çаврака анана калаççĕ. Изамб. Т. Лаптăк ана çинчи тырра вырнă чухне ӳсĕнмест (кажется, что работа идет не споро, медленно). Трхбл. Лаптăк – виç кĕтеслĕ ана, шĕвĕрĕлсе пĕтет савăл майлă.

лапчăн

(лапчы̆н), сплющиться, сдавливаться. N. Ашшĕ çавăнтах çĕр çумне лапчăнса ларчĕ, тет (был расплющен брошенным жерновом). О сохр. здор. Сăмса вăрă, лапчăнса, шалалла кĕрсе, пĕтсе ларать (при сифилисе). || Наклоняться. Начерт. 114. Тюрл. Лапчăнса тăрать (прижался, напр. от испуга и пр.) || Опуститься, окунуться. Янтик. Шыва кĕнĕ чухне пĕрре лапчăначчен сивĕ, унтан вара, пĕр лапчăнса илсессĕн, аплах мар.

лар

ларь (на мельнице). Н. Седяк. Орау. Лар – хăмаран тунă çăнăх хумалли пысăк арча. Ст. Чек. Кутлартан (см. арман) анат унта пăри тĕшĕ. (Аптиркка). Алгазино. Килĕр-ха, çак çăнăх ларне кӳртер! Изамб. Т. Тырра арманта пĕрмене хываççĕ. Унтан тырă, чул айне юхса анса, çăнăх пулса, лара юхса тӳхат. Юрк. Çăнăх пĕтсен, лар тĕпне шăлса илсен, тырă пулмас. Ст. Шаймурз. Кӳлĕ варринче пĕр лар ăшне кĕрет те, ача та ун хыççăн (за нею) кĕрет, тет. (Сказка).

лар

садиться; сидеть. В. С. Разум. КЧП. Ку çын лармасăртарах тăрать. Чуратч. Ц. Пукан çине (на стул) ларчĕ те, каçчен те тăмарĕ (просидел, не вставая). Артюшк. Вакона ларма вăхăт. Пора садиться в нагоны. N. Пĕр ларсан, тахçанчченех ларать вара. Если сядет, то сидит очень долго. Сред. Юм. Лар килте, кôтна хĕссе! Сиди знай дома! N. † Ларас тăрас саккине ука сарса хуччăр-и; выртас-тăрас выранне тӳшек сарса хуччăр-и. Çĕнтерчĕ 51. Паян ларас-тăрас килмест. Сегодня не хочется ни сидеть, ни ходить („стоять“). N. Мăн кĕрӳ пуринчен мала ларать, эллине сăра курки тытать; вара вĕсем виçĕ тапхăр тăрса лараççĕ; виççĕмĕш тапхăр тăрсан, сĕтел хушшинчен тухаççĕ те, каччин ашшĕпе-амăшне малти сак çине лартса, вĕсен умăнче икĕ тапхăр çаврăнаççĕ, виççĕмĕшĕнче пуççапма лараççĕ. N. Пĕр çулччин киле урапапа çунапа ларса кĕмест, анаçĕне (= ана çине) ларса кĕмест-тухмасть (молодушка). Б. Яуши. † Лаши лайăх, çуни лайăх лараканĕ çук. Юрк. Ун çумне кĕрӳ çуммĕн лараканни ларать. Юрк. Эпĕ, патша пулсан, ялан çапла кăмака çинче ăшăнса кăна ларăттăм. Ib. Икерчĕ çиме ларсан та, каллех çапла: ех, тет, эпĕ патша пулсан, яланах çапла çуллă икерчĕсем анчах çисе ларăттăм! тет. Сред. Юм. Ĕçессе нăмай та ĕçмен пик полчĕ, ларнăçĕм пôсать (постепенно пьянеешь) полас, ôра çине тăрап та, тайкалана тăрап. Чăв. й. пур. 23°. Хăй халĕ суккăр ларать ĕнтĕ, ниçта та тухаймасть. Регули 3. Вăл ĕçлеме ларать. Он садится за работу. N. Пит аван шыв хĕринче мĕлле пăр катăксем пĕр-пĕрин çине хăпара-хăпара ларса, каллех йăтăна-йăтăна анса кайнине пăхса тăма. || СТИК. Ларайман, ларса çитеймен, картне ларман (т. е. глупый). || Йӳç. такăнт. 52. Пурте кулаççĕ. Кĕркури, çиленсе, пуçĕпе сулкаласа, лара-тăма пĕлмест. Копăрла. † Ларас-тохас лайăх полтăр. Чтобы было хорошо с нею (с женою) выехать. Орау. Хăй ларса канимарĕ ĕмĕрĕнче (работала, не покладая рук). Туперккульос 25. Пӳртрен тухмасăр ларса ирттерсе, начар ӳсет, шурăхса каять (бледнеет). Сĕт-к. † Тантăш çони хора çони, ларса чопма шанчăклă. (Çăварни йорри). || Сидеть в тюрьме, под арестом. Альш. Елшелин хуралçисем кайса та лармаççĕ (не сидят в арестанской), ӳретникрен те хăрамаççĕ. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç, тăватăшне те лармалла турĕç. Сред. Юм. Ларма кайнă. Пошел сидеть (в кутузку). N. Тĕрмере ларакансем, е персе вĕлернĕ çынсем хушшинче темĕн чухлĕ пĕр айăпсăррисем те лекнĕ (в 1906 г.): вилччĕр, ларччăр... тенĕ пек тăваççĕ. || Быть п. заседателем. Орау. Паян тăват тутара сут турĕç. Манăн тăватăшне сут тунă чухне те лармалла пулчĕ. || Сидеть на посиделках. Изамб. Т. Хĕлле хĕрсем ларма çӳреççĕ. Зимой девушки ходят на посиделки. Альш. Пĕр-пĕрин патне ларма çӳремелле. || Гостить (о девушках). N. † Ларма килнĕ хĕрсене алă çинче вылятрăм, ларма килнĕ хĕрсемпе хытăрах выльăр, ачисем! ЧП. Ларма пырăп. Сред. Юм. Ларма кайнă (девушка пошла, поехала в гости к родственникам). || Справлять (о некот. обрядах). Ст. Чек. Вара кĕрешченке кунĕ каçпа хĕр сăри? лараççĕ. || Сидеть в старых девах. О сохр. здор. Вăл тĕлĕшрен чăвашсен йăли пит аван: вĕсенĕн хĕрĕсем çирĕме, çирĕм икке çитсен тин качча каяççĕ; çирĕм пилĕке çитичченех ларакан та пулать вĕсен. Янтик. † Пиреех те çырнă çын ачи лартăр халĕ çулĕ çитиччен. || Сидеть на яйцах (о наседке). Ст. Чек. Ларат (чăхă ларат). Сидит на яйцах. Альш. Чăхă ир ларсан, тырă пулат, тет. (Примета). || Стоять, находиться (о вещах и предметах). N. Чăматан ларат. Стоит чемодан. N. Карташĕнче вăрманти пек курăк шăтса ӳссе ларнă. ЧП. Çеçен хир варринче пĕр хурăн, лартăр-а хирĕн илемĕшĕн. Янш.-Норв. Пирĕн çумра (рядом с нами), йывăç пахчинче, пĕр кĕлет ларать. ЧС. Темĕн чухлĕ пичке ларать. Стоит много бочек. N. Унта пилĕк мишукпалан çăнăх ларнă. Там стояло пять мешков с мукой. N. Чӳрече çинче кăкшăмпа (в кувшине) шыв ларать. N. Улăм урисем темĕн чухлĕ лараççĕ. N. Вăрман ларать сип-симĕс. N. Тепĕр пуçĕнче тутлă шерпет ларат, сим-пылпа тутлă шерпет хушшинче ылттăн тарилкке ларат. Орау. Ку шыв пӳртре виç сахат ларнă. N. Тинĕс патне çитсен, тинĕсре пĕр карап ларнине курнă. Ядр. † Эпир çăварни чупнă чух ларан-йывăç хумханать, выртан каска тапранат. Могонин. Ларан йывăçа хоппине сӳсен, мĕнле хăрса каять, çанашкал çав çын хăртăр, тет. N. Ăçта-килчĕ-унта хупахсем, хытă курăксем унта-кунта ларатчĕç. Торп-к. Урапи чупмаçть, тет, пĕр вырăнтах ларать, тет. Орау. Ку йăвăçăн тымарĕсем çирĕп халь, нумай лармалла. Дерево крепко держится на корню. Тогаево. Онччен те польмин, пĕр пысăк икĕ хутлă пӳрт лара парать. Эпир çур. çĕршыв 15. Ту вĕçĕнче чылай аслă униче (укăлча) выртать. Кунта, хапха патĕнче, ял юпи ларать, халăх пӳрчĕ ларать, вут сӳнтермелли машшин, пичĕке, пакурсем, тата урăх хатĕрсем лараççĕ. || Остановиться (в движении). Орау. Армансем ларчĕç (иногда говорят: шыва ларчĕç). Мельницы (водяные) остановились (стали) от половодья. || Устояться (о пиве). Якейк. Пирĕн сăра ларсах çитмен-хе (не устоялось после процеживания; дрожди еще не сели на дно). || Осаждаться. N. Хăйăр тырă акас вырăна та ларать, çарана та ларать. || Широко задевать основанием. Орау. Суха-пуç ытла ларса пырать, ăнмарĕ („купташки“ своей выгнутой поверхностью задевает за землю. Зависит от неудачной установки сохи). || Лежать (о вещах). Çăкăр кăмакара ларат (но: çăкăр сĕтел çинче выртат). || Находиться (о корнях растений). N. Темĕн пысăкĕш йывăçсен те тымарĕсем çиелтех лараççĕ. || Упасть (о стреле). Абыз. Ухă çав старикĕн пӳрт çине ларнă. N. Йывăç юппине (на развилину дерева) юр ларнă. || Садиться, становиться плотнее. Орау. Çуркуннехи çăмăрпа çĕр ларать, теççĕ ваттисем. || Замерзать (о реке и пр.), о ледоставе. Альш. † Çерçи чак-чак тăват-çке, Атăл пăрĕ ларат-çке. АПП. Сивĕ енчен çил вĕрсессĕн, Атăл ларнине çавăнтан пĕл. || О снеге. Девлезеркино. Юр ларчĕ. Снег сел (осел). || Выправиться (о вывихе). ЧС. Ĕнтĕ, кин, ачун алли ларчĕ. N. Нумайтарах, ĕçлесен унăн алли-урисем каллах хытса ĕлĕкхи вырăна лараççĕ. || Отзываться, вредить. Изамб. Т. Лашана кĕçĕнтен йывăр турттарса çӳретсен, лашан куçне ларат (ослабеваег зрением), теççĕ. N. Ытлашши çийӳ чире ларать. || Осесть (о строении). Альш. Пӳрт ларнă ĕнтĕ пирĕн (осел). || Иваново. Урай хăмисем, никĕс пĕренисем, тата кăмака ларса юлнă (остались без осадки). || Сесть (о материи). Трхбл. Брюки ларнă. Брюки сели. || Оседать. Туперккульос 4. Çын çăварне, сăмсине ленкеççĕ, кăкăра лараççĕ, тĕрлĕ май çын ăшне ленкме пултараççĕ (бактерии). || Загрязниться. АПП. † Сакăр тиртен çĕлетнĕ сар кĕрĕке кирĕк лармĕ, тесе, пĕлтĕр-им? В. Байгул. † Çуса çакнă шур сурпанне кирĕк лармас, терĕç пуль. || Увязнуть, застрять. О сохр. здор. Е, апат çисен, шăл хушшине пĕр-пĕр япала ларса юлса çĕрсе тăрать. Кума-к. Эпĕ лапрашне (= лапра ăшне) антăм-лартăм (вдруг очутился в грязи, в топком месте). Шурăм-п. Филип сурăх хыçĕнчен чупрĕ, анчах ури пылчăка ларнипе кайрĕ-ӳкрĕ. Чув. пр. о пог. 304. Пăр ларса йолсан, çул йывăр пулать. Если лед останется (на берегах), год будет тяжелый. || Заходить (о солнце). N. Хĕвел анăç хĕрелсен, пĕлĕте ларсан, çăмăр (тăман) пулать. || Прибавлять (ветви, коленца). Альш. † Мĕшĕн кĕрлет-ши çав хăмăш? Сыпăкран сыпăка ларасшăн. Ib. † Мĕшĕн шавлат-кĕрлет çав вăрман? Туратран турата ларнă, тет, çав вăрман. Карабаево. Улма-йывăççи çеçкене ларса иртнĕ. || Закалеть. Ст. Чек. Çăккăр вут начар хутнипе (от плохой топки) пиçеймесĕр ларса каят (около нижней корки тесто уплотняется и не пропекаетcя). || Заниматься; служить. Туперккульос 18. Пĕр туперккульос чирĕ çинче кăна ларакан тухтăр çав чир çинчен, çĕнĕ япаласем мĕн тухнине (напр., открытия в области медицины) пĕтĕмпе пĕлет. ГТТ. Ача-пăчапа пурăнакан çынна, ку ĕç (литературная работа) çинче кăна ларсан, пурлăх тĕлĕшĕпе хĕнтерех пек (трудно с экономической стороны). Орау. Кунăн çĕрĕн хут çинче ларакан çын шурса каять (бледнеет). Образцы. Ай-хай, хĕрлĕ чĕрем, çутă сăнăм, шур хут çинче ларса шурăхрĕ. Истор. Ялан ĕç çинче ларса, тата ытларах сывăмарланнă. N. Çирĕм пилĕк çул тиякра ларчĕ. N. Вăл ĕç çинче лармаççĕ вĕсем. Они этим делом не занимаются. Яжутк. † Пуртă тума тимĕрç çук, тимĕрç ларма çырма çук. || Расположиться, расселиться, поселиться. Юрк. Тинĕс хĕрринче ларакан хула. Ib. Эпĕ пурăнакан савăт (завод) пит аван çĕрте, çаранта шыв хĕрринче ларат (расположен на берегу реки). Янших. Б. Сăр шывĕ хĕрринче ларат (город). Юрк. Чăвашсене ытти çынсенчен уйрăм ялсемпе ларма хушнă. Демид. Пурăнсан-пурăнсан, кун патне таркăнсем, вăрăсем килсе лара пуçларĕç, тет. || Приставать, прилипать. Орау. Тĕмпек (ял) тăнĕ (глина) лармаçть (т. е. не держится), умпа кăмака шăлма юрамаçть урăх. Якейк. Ларать = çыпăçать. Ib. Кăçалхи пак çор аки тума çăмăлне корман: пĕре те лармаçть. Ib. Хăш çол çĕртме тунă чохне те ларать (= тăпра соха тимĕрпе калак çомне çыпăçни). Ib. Олăхри аная тунă чох ларса пăçлар, аран туса пĕтертĕм. КС. Суха-пуç ларать (накопляется земля, и она плохо пашет), вара ăна карлавпа тĕкеççĕ. || Приставать, останавливаться где-либо (о пароходе и т. п.). N. Çак пăрахот Шопашкара (-ра) ларать-и? Пристает-ли этот пароход в Чебоксарах? N. Пăрахот Шопашкарта лармарĕ. Шурăм-п. Халĕ Кĕнер-вăрри çыннисем чухăнланса кайнă. Пăрахут тахçанах ларми пулнă. Альш. Пулăçăсен киммисем лараççĕ унта. || Обходиться, constare. N. Мĕн чула ларчĕ? Во что обошелся (о цене). N. Хаклă çĕр илекене пит хакла ларать. || Получить убыток. Орау. Халь çăмартана кайсан, аллă тенкĕ ларнă, тит. || Остаться, проиграть (в картах). Сред. Юм. Кама ларчĕ? Кто остался? (во время игры в карты). Янш.-Норв. Лартăм. Я проиграл (в шашки). || Обмануться. N. Лаша илесси пит пысăк ĕç, ларасси нимĕн те мар (очень легко). || Находиться в сохранности, храниться. Полтава. Ăçта мулсем ларнине (где скрыты клады)... || Глохнуть (об ушах старика). ГТТ. Манăн хăлхасене ларнă çав ĕнтĕ, илтми пултăм. || Выходить (об урожае). О земл. Çĕнетнĕ çĕр тырра ĕлĕкхи пекех çимĕç парса тăрать, вара унта тырă аван ларакан пулать. Ib. Хура тăпра çинче малтан урăх япала хушмасан та, тырă аван пулать; анчах кайран-кайран вăл çĕр çинче те тырă ларми пулать. Альш. Кăçал тырă начар пулчĕ те, анара пит нумай пулнинче саккăршар урапа, унтан вара чухрах (похуже) пулнисенче пилĕкшер, ултшар урапа ларчĕ, теççĕ. Сорм-Вар. Ахматяк калать (медведю), тет: кашни çапмасерен (= çапмассерен) пĕр пăт çу ларать (каждый раз, как ты меня стукнешь молотком, на мне наростает пуд сала), тесе калать, тет. || Накопляться. О земл. Выльăх айне улăм сарсан, навус ытла лармасть. || Юрк. Шыва лар, быть затоплену водой. || Об обычае созывать знакомых к умирающему. ЧС. Анне вара пиччене атте çинче ларма çынсене чĕнтерсе килтерчĕ (велела позвать). N. Çын çинче ларни. || Доходить, попадать. Яргейк. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. || Наступать. КС. Кĕр ларчĕ. Наступила осень. (Хĕл ларчĕ, но: çу килчĕ, çур килчĕ; Орау. Хĕл ларсах каять-и ĕнтĕ? Неужели уж так рано начинается зима? || Оказать действие. N. Ăна ларнă. Оказало действие на ум. || В качестве вспомог. гл. Сятра. Сан пит çине мĕнешкел (мэ̆нэ) моклашка токса ларса? N. Курăксем ĕнсе ларчĕç (выгорели от зноя). К.-Кушки. Эпĕ пĕрре шыв хĕрринче нуммай çĕрле пулă тытса лараттăм. Однажды поздно ночью я ловил на речке рыбу. Виçĕ пус. 17. Тăваттăмĕш çулне çĕрте курăксене кирлĕ япаласенчен виççĕшĕ тăнчах пĕтсе ларать. Ib. 19. Пĕр çын, ашшĕ амăшĕсем вилсен, ниме юрăхсăр хăйăрлă çĕр хуçи пулса ларнă. Кан. Мунчине вара шыв тухса ларнă. Яхать-Ошкăнь. Тар тохса ларать. Выступает пот. Букв. 1886. † Сĕт-пыл тулса ларинччĕ (см. сĕт пыл). Альш. Кас çĕнĕ пулса ларчĕ хайхи. Обстроился снова (после пожара), обновился (квартал). Ib. Пăхатăп – тиенсе те ларнă пирĕн лав (нагрузился). Яргуньк. Пуç тăрисене (на головах у них) улмуççисам шăтса, çитĕнсе, улмисем те пулса ларчĕç, тет. Синерь. Вăл, шаларах (дальше в воду) кĕрсе, хулне чăссĕр (= чăсрĕ), тет те, хулĕ сыпăнса ларса (обрубленные руки снова наставились), ачисене (своих детей) тытрĕ, тет. Сунар. Сăрт ĕлĕкхи пекех хăйне хăй хупăнса ларнă (холм закрылся снова сам собою). Орау. Вилнĕ çын чĕпĕтним сана, пĕтĕм çан-çурăмăнта, аллу-урусенче кăвакарса ларнă вырăнсем (синяки) пур? Ib. Сĕтел çинче ламппи çунса ларать (горит). N. Кам хăй валли инкек-синкек шыраса çӳрет, çав ăна чăнах та тупса ларать. БАБ. Эпĕ пăхрăм пек те, пĕр хуран сăмала вĕресе ларнине куртăм пек (во сне). N. Ĕлĕк вăл (это) çын ячĕ полнă, онтан сомах полса ларнă (стало нарицательным именем). СВТ. Çитменнине тата шатра чирĕнчен кайран (после оспы) нумайĕшĕ, чĕлхе çĕрсе, чĕлхесĕр пулса лараççĕ. N. Хăй пурăннă кун-çулĕнче пĕтсе, çĕрсе ларнă çĕртен пире çутта кăларчĕ (он). Пшкрт. Вырăсла пет йосон соляма (очень хорошо говорить) вĕренсе лартрăм (или: лартăм; научился). КАЯ. Ĕнер Тумия урнă йытă тулланă; урмалла-мĕн пулсан, мĕн курса ларас-ха! (что станем делать). Трахома. Тата пĕрер çул иртет те, хай сирĕн пĕлĕшĕр суккăрах пулса ларать. В. Олг. Онăн учĕ перĕн тырă çине вĕренсе ларса (повадилась). Изванк. Пирĕн пӳртре, ăçта кирлĕ унта (где ни попало, везде), çуртасем çунса лараççĕ (горят). Панклеи. Сĕрсенех (как только помазала), ачана ӳт илсе ларчĕ (наросло тело). Ib. Вăл пыркаласан-пыркаласан, çол йăлтах пĕтсе ларат (дорога кончается). Синерь. Кăмакара этем аш вĕресе ларать, тет. (Сказка). Кан. Çап-çуттăн курăнса, каллех тĕттĕмленсе ларчĕ. N. Тата темиçе анпар (так!) тырă туллиех тулса ларнă, тыррисем алăкĕсенчен тулалла юхса ларнă (сыпался), тет. Цив. Шыв тӳрех пӳрте кĕрсе ларчĕ. Вода сама вошла и поставилась в избу. N. Хайхи салтак тухрĕ; как тухрĕ, хайхи çутă сӳнсе ларчĕ. Никит. Питне-куçне хĕп-хĕрлĕ шатра пекки тухса ларчĕ. Ib. Лешĕ кушак-мĕн пулсан, ăна патакпа шаккаймалла-мĕн, вара вăл каллах çын пулса ларать (превращается в человека). N. Анса лар, спуститься; закатиться (о солнце). N. Чунлă япаласем çумне çыпăçса лармашкăн е çекĕлсем, е тăрăнмалли сăмсасем, е чĕрнесем ӳссе лараççĕ (у растений). N. Тепĕр куна хăварсан, вăл хытса ларать те, кирпĕч çапма хĕнтерех пулать. N. Çамрăк арăм çапла пулса ларнинчен пĕтĕм ял тĕлĕнсе, ăсран-халран кайнă (изумилась). Сборн. по мед. Пĕтĕм çан-çурăмне шатра тухса ларать. Абыз. Çĕлен çапрĕ те, Иван пакăлчак таран анса ларчĕ (в землю). Синьял. Турипе сулчĕ, тет те (он махнул гребнем), тинĕс пулса ларчĕ, тет. N. Вĕсемсĕр пуçне хула та пулса ларас çук (не оснуётся). N. Куçса лар. N. † Килкарт варнчи çармăк хорĕн (= хурăнĕ), кăçал касман полсассăн, ватăлсах ларĕ, терĕр поль. N. Мучи куçне шур илсе ларĕ. (Карнăк шăнни). У старичка сделается на глазу бельмо. (Замерзание окна).

ларкала

учащ. ф. от гл. лар. Изамб. Т. Сиртĕ теçеттининче миçе урапа çĕмел ларат.– Ыраш пĕр вунçичĕ, вунсакăр урапа ларкалат (бывает). ЧС. Пилĕк çурт вырăнче хуп-хура кăмрăк выртать; çуннă юпасем ăçта килчĕ унта ларкаласа юлнă (местами), тата çуннă тимĕр татăкĕсем вырткалаççĕ.

лармаллиллă

(-ллы̆), с сиденьем. Кан. Пĕрех тĕртсе ячĕç (толкнули) пĕр чаплă лармаллиллă вырăна.

ларса кай

ехать (на чем). N. Планпа ларса каят. Бгтр. Малтанхи ямшăках тĕл полчĕ те, онпа ларса кайрĕ. Дик. леб 35. Елисана малалла инçе çула ларса кайма пĕр парăс та, пĕр кимĕ те курăнман. Орау. Паян ларса каяс пуль (не пешком, а на трамвае или на лошади и пр.). Сегодня надо будет поехать, а не пешком пойти. Юрк. Ларса каяс текенсем пухăннăçемĕн пухăна пуçларĕç (на пристани). || Осесть. Ана. Ыраш улăмĕ навуса (= тислĕке) ларса кайма памасть; вăл ăна хăлтă тытать.

ларса кил

ехать (в чем). N. Пĕр ваконта (или:– па) ларса килтĕмĕр.

ларса тăр

находиться в сидячем состоянии. N. Амăшĕнченех утайми çуралнăскер, вăл ларсах тăнă, нихăçан та утса курман (был сиднем). Юрк. Сĕтел çинче ларса тăракан сăра савăчĕ. Ст. Чек. Вăрмана темĕскер çулса ӳкерчĕ тийĕн (словно), пĕр ларса тăракан йывăç çук. Юрк. Пире пулсан, вăл япаласем ĕмĕр-ĕмĕрне çакăнта ларса тăрас пек курăнса тăратчĕçĕ! (Масар). Истор. 156. Вăл ылттăнласа пĕтернĕ тумтирсем тăхăнса пĕчченех ларса тăнă.

ларт

понуд. ф. от гл. лар. N. Эп сĕтел çине (на стол) ларас теп.– Эп сана лартăп! (я тебе дам – сяду!). Ст. Яха-к. Ун чухне лаша пурри ача-пăчасене ним парса та пӳртре лартаймăн (их не удержишь дома). || Сажать. Ст. Чек. Çĕнĕ çул кунĕ чи малтан килекен çынна минтер çине (на подушку) лартмасан, чăхă лармас (курицы не будут сидеть на яйцах), тет. Актай. Ылттăн тупăка юман тăрăнчен илсе анчĕç, тет. Куна урапа çине лартрĕç (поставили), тет те, килнелле кайрĕç („Ларт, посадить и положить. В последнем случае употребл. только тогда, когда выражают бережное обращение“). Альш. Чим-ха, ав çав хĕвеланăç енчи пĕлĕт кунтарах килтĕр-ха, çавăн çине лартса ярам эп ку пукана. N. † Ларма килнĕ хĕрсене лартса ярас (отправить домой на лошади) терĕм те, лаши килте пулмарĕ. Ст. Чек. Уллах сăри курма пыракансене лартса (усадив) ĕçтереççĕ. Якейк. Эп паян вонпилĕк çăмарта çине чăх лартрăм. Орау. Мана лартса çӳрĕр-ха, мана лартса кайăр-ха! (везите, повезите, т. е. повозите, покатайте). Ib. Ĕлĕк хула хӳми тунă чухне чăн малтан тĕл пулнă çынна хӳме айне лартнă (закапывали), тит (не у чуваш). || Ставить, поставить. N. Кĕперĕн тепĕр енне пĕр шальçа (кол) лартса, ун çине шур явлăк (платок) лартса хăвараççĕ. Яжутк. Иван, киле çитсессĕн, паршисене (баржи) шыва лартса хăварчĕ, тет, хăй киле кайрĕ, тет. N. † Хура вăрман хыçне капкăн лартрăм, юртса пыран хĕрлĕ тилĕшĕн. Вишн. 73. Пусă патĕнче (у колодца) выльăх шăвармалли вăлашка тусан, ăна пус çывăхне лартас пулмасть. Юрк. Арăм, балыка (рыба) мĕшĕн кунта кӳрсе лартмастăн? Ib. Кирлĕччĕ малтан çуне кăмакана лартса ирĕлтерме. N. Наччас сăмаварне лартса ярас-им? (т. е. поставить и как бы предоставить его самому себе). Скотолеч. 12. Каçпа лаша патне каткапа шыв лартса парас пулать. N. Халĕ тин тасатрĕ (вымыла), епле сирĕн пек çын умне çумасăр лартатăн (поставишь немытые), тет. Истор. Лавне çул çинех лартса хăварса. Кан. Икĕ уйăх хушшинче виçĕ чăвашла спектаккăль лартрĕ. || Варить пиво. Альш. Арăмсем килте сăра лартаççĕ, сăра юхтараççĕ. Ала 82. Вăтăр пичке сăра лартрĕç, тет, тата пурин пуçне (на всех) пĕр пичке турĕç, тет. N. † Марье ухмах, хăй ухмах, хăй ухмах, уллах сăри хăй лартать, хăй лартать. Никит. † Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăри хăй лартат. Альш. Амăшĕсем вĕсене пĕр çич-сакăр витре пек (приблизительно) çăра сăра, лайăх сăра лартса параççĕ. || Остановливать. Орау. Ваконсем лартакан çĕртĕ. В том месте, где останавливаются вагоны. || Поставить отметку (балл). Янтик. Сана миçе лартрĕ уччитлĕ? — Тăваттă! Сколько тебе поставил учитель? – Четыре! Орау. Сатачшăн виççĕ лартрĕ. По арифметике поставил три. || Посадить (дерево). В. С. Разум. КЧП. Хаçат çине çапрĕç: йăмра лартмалла, тесе. Çынсем пуплеççĕ: лартакан лартĕ, эпир лартмасан та, тесе [кто хочет — посадить,— и без нас дело обойдется(!)]. О сохр. здор. Урам хушшисене час ӳсекен йывăçсем лартса тултарас пулать. || Вставлять. СКАЗЗ 30. Чӳрече касса, алăк лартаççĕ. || Наносить (нанос и т. п.) Альш. Кăçал лартса хăварнă туйăн çине (на иле, на наносе) кăçалах курăк тăтса, темĕн çӳллĕш ӳсме тытăнать. Баран. 96. Тĕлĕ-тĕлĕпе (на дороге) юр лартнă; ура пуссан, хăш чух ана-ана каять. || Выправить вывих или перелом. Ст. Чек. Лартнă (сикнĕ алла е урана лартаççĕ). Магн. М. 12. Ора-алă хоçăлсан, лартакан, костоправ. || Impigere; всадить (топор). Альш. Пуртă тăршипе (ты̆ржибэ) пуçран лартăпин!.. Смотри, если я ударю обухом по башке!.. Ишек. Ачи пуртă илнĕ те, тӳрех упа çамкине лартнă. Хора-к. Никам та хой (= хăй) порни çие (= çине) портă лартмаçть. (Послов.). || Насадить на что. N. Ват çынсам похăнчĕç, патак тăррине косарсам, сăнăсам лартса, карĕç онта. Ой-к. Вара хай çĕлен Ивана хӳрипе çавăрса çапрĕ те, Ивана пилĕк таран (по пояс) антарса çĕре лартрĕ, тет. || Надевать. Ст. Айб. Пуçне (на голову себе) лайăх çĕлĕкне лартрĕ (старик). Кан. Хăшпĕр чух (иногда) мулаххайне те тӳнтерле е хăяккăн лартса ярать. || Устраивать свадьбу. Н. Седяк. Унтан вара хăтапа хата туйсене кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ib. Арçын туйне, хĕр туйне кăçан лартассине шухăшлаççĕ. Ск. и пред. 72. Тантăшăмсем пухăнсан, кĕçĕр туйне лартмалла. Альш. Çураçса, килĕшсе, лартса илсен, хĕрсем кунта хаклă. Ск.и пред. 72. Хĕвел ансан, каç пулсан, паян туя лартаççĕ. См. ib 73, 74. || Кипятить (самовар). N. Самавар ларт (у нек. хур). Поставь самовар. См. самавар. || Построить. Регули 752. Çак пӳрте номай полмаçт (недавно) лартрĕç. N. Хăш-хăш çын арман айне, арманне лартнă чух, ача чĕрĕлех лартаççĕ. (сажают). || Приделать. Ск. и пред. 12. Икĕ юплĕ хăрăкран ура лартрăм кĕсрене. || Обыграть. Янш.-Норв. Лартрăм (в шашки). || Обянуть, „надуть“, „обдуть“. Календ. 1904. Нумайĕшĕ лашапа лартнипе мухтанаççĕ, çынсем те вĕсене айăпламаççе (обман при продаже лошади). Ск. и пред. 43. Вăл мĕн те пулин халăха лартса, эрех ĕçмелли сăлтав (повод) тупасшăн. N. † Пирĕн кас каччи пит чее леш кас хĕрне лартмашкăн. Орау. Тĕлĕк (сны) мана лартать вăл. || Лгать. СПВВ. КМ. Лартатăн = суеçтеретĕн. N. Эпир пĕрре, хамрăн телей пулман пирки, ачасене çапла лартрăмăр (налгали). || Выпить. Орау. Çук, лартасах пуль ача, темĕскер пыр шăтăксем () пĕтĕмпех типсе ларчĕç ман. || Corie. Якейк. || В качестве вспомогат. гл. СТИК. Вăрра йывăç çумне çыхса лартрăмăр (привязали к дереву). Ib. Иккĕн-виççĕн тытăнчĕç те, ман алă-урана çыхрĕç-лартрĕç. Ib. Пĕрре хĕлле сивĕ шыв ĕçрĕм те, пĕр кунтанах хайхи эп сасăсăр пултăм-лартăм. Толст. Хырăмне çĕлесе лартрăмăр (зашили, собаке). П. Патт. 24. Шапи çăварĕпе (хулă) варринчен çыртса лартнă (mordicus apprehendit). Микушл. Вăрă кĕрсенех, ача пуртă илчĕ, тет те, алăка питĕрсе те лартрĕ (запер), тет. Урмай. Çĕлен Ивана хӳрипе çапрĕ, тет те, чăркуççи таран антарса лартрĕ, тет. Яргуньк. Çын чăнахах та упана çыхса лартрĕ (связал), тет. С.-Устье. Унтан кайран салтак, анса, сарай алăкне шал енчен çаклатса лартрĕ, тет. N. Вĕсем вара киммисене иккĕшне те çыран хĕррине кăларса лартнă. Изванк. Вăсем çын ăрама тухнине те кураймаççĕ, çынна та çиччас пăсса лартаççĕ (испортят). В. Олг. Ашшĕ колсарчĕ (= кулса ячĕ); хай омлаççия варинчен çорчĕ те, тирсе лартрĕ лайăх омлаç торатне; хошăкне сĕрсе лартрĕ самаскăпа, çыхса лартрĕ тоттăрпала. СТИК. Çанталĕк шăнтса лартрĕ (заморозило). N. Лашине чул юпа туса лартрĕ, тет. Лошадь его она обратила в каменный столб. (Срв. Сысна Иван лашине те, чул юпа пулнăстерне (так!), ĕлĕххин пекех лаша туса тăратрĕ, тет.) Абыз. Хĕр пӳрте кĕчĕ те, питĕрсе лартрĕ; старик çӳрерĕ-çурерĕ те, вилчĕ. Изванк. Çав касхине пӳрт чӳречисене питĕрсе лартрĕç (заперли). Т. VII. Çав патакăн пĕр пуçне (конец) шăтарнă, тет те, каллех питĕрсе лартнă (опять заделан), тет. Пшкрт. Порняма алăк хошшине хопса лартрăм (прищемил). Панклеи. Хĕр тӳрех (тотчас) алăка çаклатать-лартать. Полтава. Авалтанхи ĕмĕте (замысел) туса лартам хăль, тесе. Б. Яуши. Алăкне вăрă кĕрсенех питĕрсе лартрĕ, тет. Ердово. Хăш çул, шыв нумай чух, шыв хĕрĕнчи ялсене те шыв илсех лартать (совсем заливает). Якейк. Çанталăк сивĕтсе лартрĕ. Наступила совсем холодная погода. Совсем студено стало. Панклеи. Йăван хорăна вĕренпе кокарчĕ те, çичĕ çолхи ола кĕсрене кӳлсе ларттĕр (запряг). М. Васильев № 3,1. Соха тăвакан çын çакна (его) хĕрхенсе порăкпа хопласа лартать (покрыл). Кратк. расск. 22. Тулли хутаççисене ашакĕсем çинчен çĕре антара-антара лартнă. Букв. 1886. Пĕр каçхине пирĕн, тукăнпа (с ободьями) Чĕмпĕре каяс тесе, тиесе лартрĕç. Ib. 1904. Çӳлтен çăвать, аялтан шăла-шăла лартать (задувает мятель). N. Сăмавара крант çыпăçтарса лартрĕç. К самовару приделали кран. Сятра. Серете çуса лартрăм. Я вымыла пол. Ib. Шотласа лартрăм. Я решил. Кан. Çурт çийĕсене пĕтĕмпех витсе лартаççĕ. Ib. Вăт, куçа шур (бельмо) илсе лартрĕ. Пир. Ял. Чул кăларнă хушăра сасартăк çыран ишĕлсе аннă та, Арçенти Егорăва аяла туса лартнă (завалил). N. Чоаш кĕрĕкĕ тăхăнса лартнă (надел). N. Ĕçсе лартса (напился). N. Эсĕ чоашла лайăх вĕренсе лартса (выучился). Хорачка. Хырăн тотă — çисе лартса (наелся), ĕçсе лартса. N. Вăл пире темиçешер сехет юрлаттарса лартрĕ (или: лартатьчĕ, т. е. заставлял сидеть и петь).

лартса тух

посадить еtc. и выйти (выехать). Посадить в ряд. Айдар. Тарçи, çиленнĕскер, ачисене (их д.) пĕтĕмпе шĕвĕр юпа тăрне лартса тухрĕ, тет. (Сказка). Ана. Кăмакана паранкă нумай кĕтĕр, тесен, пĕр шит çӳлли ураллă каштасем (подставки!) туса, кăмакана паранкă çатмисем тепĕр ерет (= ĕрет) лартса тухма юрать.

ларттар

(-ттар), понуд. от гл. ларт. Кан. Шăл (зубы) ларттартăм та, юрăхлă пулмарĕ, ытла та ыраттарать. Яжутк. Патша Ивана лапка ларттарчĕ, тет, Иван питĕ пуйса кайрĕ, тет. М. Чолл. Ашшĕ, çавна курсан, хĕпĕртесе, хунар ăшне çав тĕке ларттарнă. Пазух. Укăльчаран тухрăм, ут çултăм, улт уралă капан ларттартăм. ЧС. Пĕр-пĕр çыннăн шăмă сиксен, ларттарма (выправить) ялан ун патне каяççĕ. N. Ман ора сыпписем хуçăлнă та, эп хыт макăртăм. Вара мана пĕр çĕре исе кайса ларттарчĕç. Тет. Ку аллу сан сикнĕ, часрах емелçĕ патне кайса ларттарас, терĕ. N. Ларттарать. Устраивает штуки. || Арçури. Ларттар, обманывать. См. чике.

ласкер

иногда образ. как бы уничиж. имена. Трхбл. Унăн пĕр лашалласкер, пĕр ĕнеллескер пур. Есть у него одна лошадёнка, одна коровёнка или подобие лошадёнки и коровёнки. См. леçкер.

ластанкă

(ластангы̆), кусочек, малость, небольшого размера. Сĕт-к. Пĕр орапа ластанки кĕлтине аран кӳртме вăхăт полч. Едва улучили время на то, чтобы привезти возишко его снопов. См. ланки.

ластăк

частица; кусочек, СПВВ. Шибач. Пĕр ластăк пар. Дай кусочек. || В лохмотьях. Хурамал. Çийĕнчи тумтир начар çынна калаççĕ: тумтирри ластăк кăна, теççĕ (татăклă). || См. пĕр ластăк. О сохр. здор. Чей ĕçсе тарласассăн, пĕр ластăк (немного) сивĕнмесĕр, тула тухма кирлĕ мар.

лаç

подр. шлепающему падению. Тет. Эпĕ, пĕр енелле ывăтăнса кайса, çĕре лаç! туса ӳкрĕм. N. Лаç сурса, плюнув (так, что плевок шлёпнулся). У др. лач.

лаç

(лас’), лачуга (холодное бревенчатое строение). N. Карта варринче пĕр пысăк лаç ларнă, тет. МПП. Лаç — летнее помещение чувашина; устраивается отдельно от жилого помещения. Н. Седяк. Лаç – çула апат хатĕрлекен пӳрт. Сред. Юм. Хырăмне лаç пик (= пек) сарнă. (Говорят про скотину, когда от большого количества съедаемого корма сильно увеличивается в объеме живот). Изамб. Т. 1) Çăнăх лаççи, амбар для муки; 2) лаç – çула выртса тăракан кĕлет. См. павар. Торп-к. † Ати мана йоратать, шор пӳрт лартса парас, тет, çине шор лаç лартса парас, тет. || Ст. Чек. Лаç или ампар, помещение (мельницы), где установлены жернова. См. арман. Трхбл. Тимĕрçĕ лаççи, кузница.

лат

(лат), подр. глухому звуку от удара. Орау. Хыçалтан лат! тутарчĕ (палкой). Альш. Кушак, çиленсен, хӳрине çак çумне лат-лат! çапать. N. Çав хĕрсене хăвалаканнисем (погоняющие), хĕрсем туртаймасан, аллинчи япалисемпе латах тутараççĕ (при опахивании в „хĕр-аки“). Сред. Юм. Лаша чупна чôхне ôн кôтлăхĕ, çĕкленсе, лат, лат! туса, çапçа пырать. || Подр. густому треску дерева. Шорк. Сред. Юм. Кăш-кăш пӳленке (иное полено), портăпа лартсаннах, лат çиç тăвать („показывает самое действие и звук“). Ib. Каска пôканне пôртапа лат! лартрăм та, шар! çôрлайса тôхрĕ. || Подр. глухому звуку выстрела. Орау. Уйра, çанталăк пĕлтлĕ чухне, кăшт йĕпхӳ çунă чухне, пăшал сасси лат! анчах тăвать. || Подр. лопанью. Альш. Лат! турĕ, тет, лешĕн пĕртен-пĕр куçĕ те (лопнул её единственный глаз). || Подр. звуку, получающемуся при выправлении вывиха. ЧС. Туртсан-туртсан, манăн алă лат! – туса ларчĕ, вара алă тӳп-тӳрĕ пулса кайрĕ. || Сред. Юм. Сăра чӳлмекне пăртак çиç патакпа лектертĕм те, латах çôрăлса уйăрăлса кайрĕ. КС. Хырăмĕ латах сарăлса кайнă („от еды, если получилось нормальное расширение“). Срв. панк. || Подр. неожиданному action de s’asseoir. Сред. Юм. Кôчĕ çине тат! ларчĕ („Звук, когда человек неожиданно скоро приседает“). || Как раз, впору. Сред. Юм. Кô кĕрĕк мана хама çĕлетни пикех, латах ларать.

лат

толк, порядок. Собр. Васканă ĕç лата килмĕст. „Поспешишь людей насмешишь“. (Послов.). Сред. Юм. Эп {{anchor|DdeLink20601158522993}} ôна аван çын, тесе; паян сăмахласа пынине илтрĕм те, сăмаххин латти çôк, тем чôрт та пĕр те сăмахлать поль. Ib. Мана лата лармас кô. Мне это не подходит. Ib. Лата ларать. „В аккурат, подходящий“. N. Онта сана лартса каймашкăн пире лата килмес. Ст. Чек. Вырăс латĕпе (так!) калаçат. Говорит на русский лад. N. Тилли: эй, конта лат мар (здесь мне не рука), кив çăкăр-тăвара (старую хлеб-соль) манаççĕ çав, терĕ, тетте, вăрманалла ярăна пачĕ, тет. Чуратч. Ц. Вара вăсем: кунта лат мар, тесе, лашисене кӳлсе, уттарма пуçланă, тет. N. Лати килмерĕ.

латла

ладить. Конст. чăв. Эпĕ вара, пĕр те васкамасăр, майĕпе кăна латласа каласа кăтартрăм.

латлă

(-лы̆), ладный, хороший, путный, приличный, толковый; порядочный. Сред. Юм. Амăшне пăхсан, пит латлăх (чит. латлах) полмалла мар ĕнтĕ. Если судить по матери, то не должно быть (в дочери) путного, порядочного. Ib. Килĕнче-çôртĕнче те пĕр латлă сăмахлакан çын çôк пôль ôнта. Во всем доме-то нет ни одного, говорящего прилично, путно. Якейк. Онта ĕç латлах мар (дело не ладно). N. Тырă пулмасан пурăнăç латлă пулас çук. Чуратч. Ц. Ку çын, часрах кимĕ çинчен тухса, киле хыпаланса тарать, тет: ку латлă пулас çук, тесе.

лачакалан

обращаться в болото. Ой-к. Явăш. Çавă çырма (Ăслантăр) пĕр майăк юхса выртать те, пит лачакаланса выртать.

лаша

(лажа), лошадь. Изамб. Т. Эпĕ часрах вите патне чупса пырап. Унта ик лашаран пĕр лаши те çук. N. Лаша ахаль çĕрелле тапса ячĕ. Лошадь лягнула по воздуху. Пĕр лашапа килтĕмĕр. Мы приехали на одной (т. е. лошади). Н. Седяк. Лашан çуначĕ курăнми çунать (крылья) пулать, теççĕ; ун пек лаша питĕ шеп; ун пек лашана çывăрнă чух кинет (вдруг) тăратсан, вилсе каять, теççĕ. N. † Çил-çунатлă лашана тыткалама кайăк-чĕрелĕ çынсем кирлĕ уна. Регули 618. Лаша ман аттиран илни лайăх. Якейк. Лаша (или: ут) çавăрса кил. Подавай лощадь (напр., если она стоит под навесом). Ib. Лаша исе кил. Подавай лошадь (если её не надо повёртывать. Здесь говорят только: „ут кӳлес“, а не „лаша кӳлес“). Альш. Пӳрчĕсем хыçĕнче, пӳрчĕсемпе пĕр вĕçрен кĕлетĕ-лаççи, лаши-вити. ЧС. Пирĕн пĕр çӳрен лаша пурччĕ. Вăл питех пысăк марччĕ, хӳри кĕлте пек пысăкчĕ, чуманрахчĕ, анчах туртасран (что касается возки) хăй лавне урăх лашана туртма памасчĕ. Б. 13. Лаша пуласси тьыхаран паллă, çын пуласси ачаран паллă. (Послов.). Букв. Лашаран çӳлĕ, автантан лутра. (Йĕнерчĕк). Стал-Яуш. Унтан тата пĕр ватă çын пире каларĕ: кайса пăхăр лашусене, терĕ. Шурăм-п. 13. Танлашсан-танлашсан (поспорив), пĕри, апла пулсан, лаша урлă пуртă тытар! тет. Лешĕ: юрĕ, юрĕ, тытăпăр, тет. Лашана илсе тухрĕç те, каçанĕ урлă (через ее спину) пуртă тытрĕç. Çак çын чăнахах утă çăлса кайнă пулсан, лаши вилмелле, тенĕ. Анчах вилмерĕ. Утта вăл çăлман, такам ют çын çăлса кайнă. Ст. Шаймурз. Тĕлĕкре ялтан лаша кĕтĕвĕ хăваласа кайсассăн, çынсене ялтан вăрçа хăваласа каясса. Юрк. Ураписем пысăк: хăш урапине икшер, хăшне виçшер лаша кӳлнĕ. N. Пирĕн патра кирек хăçан та, каç пулсан, ачасем лашасем çитерме уя е вăрмана кайса выртаççĕ. Вишн. Лаша хăй çинĕ хăклăх анчах ĕçлемест. N. Вăл икĕ лашапаччĕ: пĕри хураччĕ, тепри хура турăччĕ. Мыслец. Лаша урлă алă парам! (Клятва, уверение). Сред. Юм. Лаша копарчи тесе, лашан кайри ôри тĕлĕнчи каçанне калаççĕ. Ib. Лашана илсе кил. Приведи лошадь. (Кӳлнĕ лашанах пăртăк аякрарахран илсе пыр, тессине калаççĕ). Ib. Лашана çавăрса тăратрăм. Я подал лошадь. Ib. Лашана çавăрса патăм. (Лашана пăтратса патăм, тессине: лашана çавăрса патăм, теççĕ). Тогаево. † Пирĕн лаши лашалла, ешчĕк çинчи çăмарта пек. Изамб. Т. Хăшĕ пысăк „лаша пусакан“ çĕççине сулланă. Иные потрясали большими ножами. СПВВ. Х. Лаша пӳленнĕ. Орау. Лаша çамрăк-ха, йăвăр ĕçпе ытла лутăрканать. N. Лашапа пыра-пыра илме хушать пулмалла. Видно велит приезжать за ним на лошади. Г. А. Отрыв. Çумăра хирĕç тăракан лаша çунатлă, тет. Сунчел. Ах, турă çырлах, лашисем, пĕккисенчен çӳлĕ пуçĕсем! К.-Кушки. Лашана тилкепе хур. Взвозжай лошадь. Якейк. Çынăн окçа сахал полсан, калать: паян пасарта пĕр лашалласкер тупса илеймĕп-ши, тет (купить бы мне какую нибудь лошаденку на эти деньги). N. Лашасемпе çӳремен. Не ездил на кормёжку. N. Лашана тыткалама (обращаться с лошадью) пĕлмес. N. Вăл лаша таврашне пырса çулăхман, çавăнпа лашан йĕркине пĕлмес (не умеет обращаться с лошадью). N. Вăл лаша таврашĕнче çӳремен (не обращался с лошадью). Çĕнтернĕ 44. Лаша тăрасшăнах мар, татса каясшăн. Пухтел. Лаша мурĕ (гов. о крутой горе). || Мерин. Слакбаш. Ку лаша-и, кĕсре-и? Это мерин или кобыла? N. Кастарнă лаша или хусах лаша, мерин. || Импотент. Городище. Лаша (= мерин) — мужчина, страдающий половым бессилием. Ib. Хĕветюка лаша тунă. Федора лишили опособности вступ. в п. сн. || Килевая кость. СТИК. Автан-чăххăн таçтĕлти шăммине лаша теççĕ. Арçын ача çав лашине çисен, ун лаши ывăнат, тет. (т. е. устает лошадь в дороге. Поверье). Изамб. Т. Чăххăн лаши пулат („кость между ног’’). Сред. Юм. Лаша (кость у птицы). У куриц, на нижней части тела, есть особая тонкая, большая кость, которую называют этим именем.

лаша витти

покрывало для лошади. СТИК. Лаша виттипе, çула кайсан, лашасене, шăнасран, витеççĕ. Ăна шăналăк пиртен е пĕр-пĕр усал тăларан тăваççĕ.

лашалла

назв. игры. Букв. Эпир ачасемпе лашалла вылярăмăр. Çĕнĕ-Кипек. Лашалла выляни. Лашалла вылянă чухне пурте, кам выляс тиекен, виç пай çине уйăрăлса тăраççĕ: пĕрисем хуçисем пулаççĕ, теприсем лашисем пулаççĕ, виççĕмĕшĕ лаша илекенĕ (лашапа сутă тăвакан) пулать. Вăййи тапраначчен, лаша хуçисем: кам манăн лаша пулать, килĕр, тесе, чĕнеççĕ. Унтан вара тавралла вырăна(çа)ççĕ-тăраççĕ. Лашапа сутă тăваканĕ пĕр хуçи патне пырать те, ыйтмах тапратать: лаша сутатни? тит. Лешĕ: сутатăп, тит.— Мĕн чул тăрать? Виçĕçĕр тенкĕ.— Виçĕ пус та памастăп, тит те, вара хуçипа лашине илекенĕ те тавралла чупса каяççĕ. Хăшĕ малтан çитет лашисем патне, çав вара лаша хуçи пулать. Хăшĕ тăрса юлать, çав лашасене илме каяллах тепĕр хуçи патне каять. Паçăр каланă пек, унпа иккĕш каяллах, пуплешсе татăлса, чупса илеççĕ. Çапла выляса, вăййи пĕтечченех выляççĕ.

лашаллă

(-ллы̆), имеющий лошад(-ей). Ст. Яха-к. Ун чухне çынсем, лайăх лашаллисем, хăшĕ мухтанса кăна чупаççĕ. (Çăварни). Собр. Çĕр лашалли кӳлсе тухса кайнă, пĕр лашалли тăрса юлнă, теççĕ. (Послов.).

лаша патман

изменено из ашапатман. N. Атăл урлă, Сăр урлă лаша-патман старик килнĕ; çăварĕнче пĕр шăл, кутĕнче пĕр тĕк. Çав вĕрет те, сурат та, кăларат та, ярат та.

лаша шалçи

(-зи), прикол для лошади. Сенг. Эпĕ чупса карăм та, пĕр лаша шалçине туртса кăларса, урăх вырăна кайса çапрăм. См. лаша пăти.

лашман

лашман. М. Рус. Лашмансем тесе, ĕлĕк салтака каяс вырăнне лашман йывăçĕсене турттаракансене каланă, çавăн пеккисем пирĕн Емел-пуçсем пулнă. N. Эх, лашман хырăм! пăркаланаймастăн, мăнтăр сысна! || СТИК. Лашман сăмса, большой, приплюснутый нос. Ib. Лашман, прозвище одного человека с таким носом. Ib. Лашман — тяжелый, неукдюжий человек. || Доска для вывозки снега. СПВВ. ТМ. Лашман – юр турттаракан хăма; ăна пĕр чалăш тăршше хăмана илсе, хăман икĕ пуçне кантăра хурса (вдевши), кантрисене сӳсмен пăявĕнчен çыхса, юра карта ăшăнчен çав лашманпа турттарса кăлараççĕ. || Йемелкке-Т. Лашман – çуна пек япала, унпа арпа (мякину) туртаççĕ. Пыçăк мар, ансăр, тăрăхла; ăна паявпа çуран туртаççĕ.

лев

кличка собаки. Артюшк. Килĕнче вĕсен пĕр Лев ятлă йытти пур, тет.

лек

(лэк, лэк), попасть (в кого, во что); попасться, зацепиться. Иванова. Манăн чул йытта лекмерĕ, чӳречене лексе ватрĕ. ЧС. Эпĕ хам та çавăнтах темĕскер лексе чирлерĕм пулĕ, тесе шухăшларăм. Я думал, что и я тоже захворал оттого, что что-нибудь мне „попало“ (пристало). СКАЗЗ 64. Сĕрĕм лекрĕ мана. Я угорел. N. Чăн малтан лекнĕ пулла ил. НАК. Пăшалпала виçĕ хут петĕм, ыйту лекмерĕ (не попало). N. Пĕр лексен, лекĕ-ха! Пухтел. Туран çил пулсан, лекмес (не попадает). Сред. Юм. Ытах та пĕрте лекеймен сана; пăртак лекме те кирлĕ те, пĕчиккĕ те мар та ĕнтĕ... (пора бы уж тебе понимать). Ib. Ах торă! пирĕн (ятне калать) пит вичкĕн, чĕлхе-çăвар лекмес те вит йăмахланă çĕрте (боек на язык). || Прийтись. Хăр. Паль. 37. Çăмăр пуснă пирки кусен ирĕксĕрех лăрма лекнĕ (пришлось). N. Çавăнпа эпĕ: выçă пурăнма ан лектĕр, тесе, урăх ĕçе тытăнасси çинчен шулăшла пуçларăм. || Случаться (с кем). Хĕвел, № 1. Пĕрне хуйхă лексессĕн, ăна пурте пулăшма тăрăшаççĕ. || Доставаться. Никит. † Хĕр тиркекен ачине майĕпеле хĕр лекет.

леккеле

учащ. ф. от лек. N. Хăш чухне вара хăйне те (и самому) патак леккелет. Йӳç. такăнт. 27. Сан куму тухса тарчĕ-ха вăл! Пĕр-иккĕ леккелерĕ-ха (попало) ăна!

лектер

понуд. ф. от гл. лек, попадать, задевать. Ст. Чек. Ăна юрпа лектертĕм. Я попал в него снегом. Изамб. Т. Малтан сулахай енчи туртана пĕкĕпе сӳсмен пăявĕнчен лектереççĕ. Сред. Юм. Тӳмене лектерсе яр-ха (застегни), хамăн ал çитеймеç (у меня рука не достает). Ib. Пит канçĕрлесе çӳре-хе!.. Пĕр лектерсе ярсан ак! Если ты еще будешь мне очень мешать, так я тебе дам такого раза!.. (т. е. ударю). Ib. Пĕр иккĕ лектерсе ятăм. Я дал ему тумака (или: разá) два; я щёлкнул его раза два. || Подцепить; зацепить. Янш.-Норв. Унта та май килмесен, е сертене кайсан, е каçхине туй таврашĕ курса тавăрăннă чухне лектерсе каяççĕ (крадут девушку). Сред. Юм. Лектерсе кайрĕ. Украл. МПП. Лектертĕм, достал, подобрал брошенным.

лекĕр

(лэгэ̆р), врач, доктор, фельдшер; оспопрививатель. Шибач. Лекĕр – чăваш, хол касать (прививает оспу). ЧС. Виçĕ кун иртсессĕн, пирĕн яла, çав хĕре касса пăхма (вскрывать) икĕ лекĕр пычĕç. Сред. Юм. Лекĕр, лекарь. Вишн. Лекĕрсем те чирлĕ çынсене ахаль шыв ĕçме хушмаççĕ, вĕретнĕ, сивĕннĕ шыва анчах ĕçме хушаççĕ. N. Ман пата пĕр лекĕр килчĕ. Сред. Юм. Лекĕре кайнă. Пошёл в больницу. || СПВВ. МС. Лекĕр — пустуй калаçакан çын.

лекке

(лэккэ), леха. Изамб. Т. Кайтăра аксассăн, пусине татма леккен-леккен уйăраççĕ (устраивают гряды, между которыми идут дорожки). Ст. Чек. Лекке – акмашкăн çураççĕ. Ib. Лекке çур-ха! Ib. Акса тухма аван пултăр, тесе, анана лекке çураççĕ; леккен сарлакăшне (ширину) виçĕ хăлаç тăваççĕ; çав виçĕ хăлаçа акаканни тырă пĕрчисемпе сапса тухат, пĕр пуçĕнчен тепĕр пуçне çитиччен. Çур теçеттинере пилĕк лекке тăваççĕ. Ib. Лекке хушши – борозда, межа между „лекке“. Кантăр лекки, сарлакăшĕ çуршар, хăшĕ пĕрер тăват, халаç. Пуса-кантăр татаканĕ йăранĕпе пырат, икĕ енчен те çуршар лекке илсе пырат. ТММ. Кантăр лекки хушшинче сурăхпа выртнă пур-и? (Кĕпе). ЧК. Кăнтăрла трупа пулать, каçхине лекке. (Кĕççе). Ib. Сат тăрат; сатра 12 лекке, леккинче 4 йăран, йăранче (= йăранĕнче) 7 купăста. (Çулталăк, уйăхсем, эрнесем, кунсем). О земл. Алăпа акнă чухне малтан ана çине леккесем (= алă йĕркисем) тăваççĕ. См. алă хушши.

ленкес

(лэҥгэс), назв. долблёной деревянной посуды. КС. Ленкес меньше, чем чĕрес. Юрк. Ленкес = йывăç витре, чĕрес. Ст. Чек. Ленкес – чĕрес. Зап, ВНО. Ленкес, черяс меньшего размера (в Янгорч. и Орау.). Янш.-Норв. Çав вăхăтра ялта кашни килте сĕрен ачисем валли е пĕрер çăмарта, е икшер çăмарта пĕçереççĕ те, пӳрт умне ленкеспе çакса яраççĕ. Ib. Пĕр кашăк (т. е. каши) ăсса, çав ленкесе ярать. МПП. Ленкес – çăка чĕрес. Янтик. Ленкес тесе, пчик чресе, çырлана каймаллине, калаççĕ. СПВВ. ИФ. Ленкес — пĕчĕккĕ чĕрес. СПВВ. Ленкес ĕне сăвакан чĕрес (подойник). || Penis. СТИК. Ленкесне çакса çӳрет (лентяйничает?). Ib. Эх ленкес! ăçта кĕрсе кайнă вăл! (гов. мальчику, маленькому и неокрепшему). || Паховая грыжа. Ст. Чек. Ленкес = лĕкĕр çăмарта). || Шатун, бездельник. Ст. Чек. Лĕнкес = сулланса çӳрекен çын. Ib. Ленкес! çӳрет сулланса!

ленчешке

(лэн’џ̌эшкэ), слабый, вялый. Шорк. Ленчешке (говорят с пренебрежением). Кудемер. Вĕрене хытă кармасан: ленчешке карнă, теççĕ. Сред. Юм. Хăй шăм-шакне чипер тытайман çынна ленчешке тесе калаççĕ. Ib. Ĕçсĕр çӳрекен çынна: ленчешке, мĕн ленчĕртетсе çӳрен? теççĕ. СПВВ. ЕС. Ленчешке – шăм-шак çемçе çынна, тата ялан ташлакан çынна: калаççĕ. Юрк. † Пилĕк-çурăм ленчешки кĕвентине çĕклеймес, хунямшĕне (так!) юраймас. Орау. Ах, ленчешке! çав пĕр çăварлăх (une вochee) улмашĕн те макăрат! || Рваный. Кудемер. Ленчешке – çĕтĕлсе пĕтнĕ.

ленчĕртет

ослабевать. СЧУШ. Халĕ, ватăлсан, ленчĕртетсе кайнă, пĕр вăйĕ те çук (у льва). || Болтаться. Ст. Чек. Ленчĕртетет = çакса хунă епеле (-япала) сулланса тăрать (раскачивается, напр. ашăлли). Цив. Терĕш ленчĕртетсе пырать. Тяж болтается.

леп

(л’эп), подр. несильному шлепанью, напр., при падении в грязь и пр. Орау. Ăрампа сулкаланса пыратьчĕ кусем, унччен те пулмарĕ, пĕри пылчăк çине леп! турĕ (один упал в грязь). Якейк., Тохтала, Икково. Шыв (шу) çыран хĕрне (о берег) çапăнса лĕп-леп (или: лĕп-лĕп, или: леп-леп)! тăвать. (Возможны все эти варианты). Изамб. Т. Леп-леп ĕне пăх, шăккăрт-шăккăрт сурăх пăх; пиç-пиç, Марчен (или другое имя матери) çăкăрĕ! (Çакăрла вылянă чухне иккĕн пĕр-пĕр ачана алă çинче сиктерсе калаççĕ). СТИК. Ĕне пек леп-леп! сысат (говорят маленьким).

леçсе пар

возвращать обратно, принести (сюда.). В. Олг. Ал. цв. Ăна курăнми тарçăсем итлесе тăраççĕ: леçсе параççĕ, пырса илеççĕ. Альш. Ан çи-ха эс мана, эпĕ сана пĕр кĕту (сурăх) леçсе парăп. Юрк. Чей ыйтакана чейне, çиме ыйтакана, трахтирти пек, çимеллисене те часах леçсе параççĕ. Ib. Кӳрсе патăм-çке (ведь я вам подал), мĕшĕн çиместĕр? Эпĕ ăна сĕтел çине пырса лартнине сирĕншĕн леçсе патăм, çийĕр! тет (оффициант). Здесь следует отметить син. „кӳрсе патăм“ и „леçсе патăм“.

лечĕрт

(-ζ’э̆рт, подр. движению расхлябавшейся вещи. СТИК. Кивелнĕ стел-тенкел пĕр енне тĕртсен те лечĕрт! тепĕр енне тĕртсен те лечĕрт!

листа

(листа), лист (бумаги, железа, стекла). Кан. Ăна та пулин пĕр комиççи 20 листана çитермелле тунă.

лупам

(лубам), котловина, долина. МПП. N. Лупам çĕр. КС. Лупам, низменность между возвышенностями („айлăм“ — более обширная площадь, чем „лупам“). О сохр. здор. Ялсене нихçан та лупам çĕре лартма кирлĕ мар; ун пек çĕрте йĕри-тавра ту (сăрт) пулать те, шыв, пĕр кĕрсен, юхса каяймасть. Букв. Çӳренĕ çĕрте пĕр лупама кĕрсе ларнă. Баран. 103. Лупам вырăнта пахча йывăçĕсем, çырла аврисем ытлашши йĕпепе аптăраççĕ.

лупашка

(лубашка, Пшкрт: лоβашка), углубление, яма. Чирич-к. Лупашка урлă каçнă чух, ура шурĕ те, пылчăк çине лап! турăм. Ib. Лупашкă урлă каçма тăтăм та, ура шуса, шыв çине шап! турăм. Кĕвĕсем. Лупашка та тĕмеске, Мертлĕ çулĕ мар-ши çав? К.-Кушки. Лупашка-тĕмеске (буераки, буераги) анчах, путлĕ тырă пулмас. Орау. Чул ун çине катăлса анчĕ те, анчах, телейне кура, чулин ун çине пусса выртас енче лупашка пулнă; вара, лăп таканана хунă пек, çынна хупласа хучĕ те, леш сывах юлчĕ. Скала упала на него; но, к его счастью, на той стороне, которою она навалилась на него, в ней было большое углубление, и он остался цел. Календ. 1911. Анчах вырăнĕ-вырăнĕпе чăвашсем тирĕслĕке ана çине тăкас вырăнне лупашкана е ял çеремше кая-кая йăвантаратьчĕç. N. Кайнă чух унăн пĕр лупашка урлă каçмалла пулнă. Альш. † Лупашкари вĕт турпас сикет-сикет, тухаймас. ЧП. Çакă лупашкана мĕшĕн анас? Сулхăнпа пиçнĕ пĕрлĕхеншĕн. Орбаш. Алтăр айĕнче автан авăтат. (Ут ури лопашки! чăриклатни). || Овраг (небольшой). В. Олг. Лопашка = çырма. МПП. Лупашка, овраг. С. Тим. † Лупапжкана ан тухат (не бросай околдованные вещи): лупашкана тухатсан, кантăр пекех тыллăпăр. || Борозда. КС. || Лужа. || Назв. дер. в Алик. р.

лутка

кадочка прибл. в 0,7 метра вышиною и 0,5 в диаметре. СТИК. Лутка — кадка, в которой носят на палке воду для лошадей. СПВВ. ТА. Лотка = катка. Якейк. Лоткая ăна çăка хăвăлĕнчен пуринчен ытла тăваççĕ; онпа шу, сăра тусан, ăсла, сăра йăтаççĕ (носят двое, за веревку, или за железное перевесло, на плечах, при помощи кĕвенте). Такмах. Витрепе ăсмалла, луткапа тултармалла, алтăрпа валеçмеллĕ, тет. С. Алг. Çак хăтанăн ултă луткапала кăмака çинче вуникĕ çĕлен пек чашкăрса йӳçет пыл. Вотлан. Тĕпсĕр лутка аш тулли. (Пӳрнескепе пӳрне). Пшкрт, В. Олг. Лотка, большая кадка с мукой Ст. Ганьк. † Лутки-лутки пыл лутки. Собр. Лутра çынна лутка çурă, теççĕ. (Послов.). Ib. Лутра çын луткă çур ĕçет, теççĕ. Панклеи. Холари халăх, çакăн халаппине илтсен, пĕтĕмпех шу кăларнă çĕре (ко времени добывания воды?) хатĕрленсе тоххĕрç, тет: хăшĕ црес (так!) йăтнă, хăшĕ лотка илнĕ, хашĕ пичке торттарнă. Орау. Луткапа кĕвентелесе шыв йăтаççĕ, сăра сĕрсен, пичисен сăра йăтаççĕ. N. Луткана иккĕн йăтаççĕ; унпа ăсла, сăра йăтаççĕ, тырă та ятаççĕ. Унăн хăлăпĕ пур. Лутка кĕвенти (палка, на которой носят л.) им. приблиз. 2 арш. в длину Л. делается из липы или из осины. См. крăмусла. || Ушат. Ст. Чек. || Купель. Пазух. Чакăсенĕн хĕрĕсем пĕр луткана кĕне пек. || Лодка. Макс. Чăв. К. I, 82. Лотка хăмисăр хăма, юхайрать-çке Енĕшпе. Сред. Юм. Лôтка, лодка. N. † Атăл хĕринчи симĕс лотки кулет тума (кататься) пит лайăх.

лоткă

(лоткы̆), лодка. Ирч-к. Панклеи. Атăл хĕрипе пырсан-пырсан, пĕр ӳпĕнтерсе хорнă (= хунă) лоткă тĕл полчĕ. Собр. Шыв çинче луткăпа çӳрени.

лӳпем

(лӳбэм), низменное место, неглубокое место. Орау. Пĕр такана пек лӳпемре кăçал çимĕкченех (до троицы) шыв выртрĕ (стояла снеговая вода). Чарбуси. Плукпала тип çĕре те, лӳпем çĕре те сухалаççĕ.

лӳчĕрке

то же, что лучăрка. Ст. Чек. N. Пĕр салтака стряд ӳксе хăйăрпа хутăш çĕре авăтса (= алтса) лӳчĕркесе чикнĕ. N. Ман вырăн (постель) çине кам выртнă — ăна лӳчĕркенĕ? || К.-Кушки. Ан лӳчĕрке кушака! Не мучь кошку! См. лутăрка, лӳтĕрке.

лӳшкĕнтер

понуд. ф. от лӳшкĕн. Сред. Юм. Пĕр йывăç кôтне лӳшкĕнтерет тульккĕ шыва (так!), ыттисене тем сапать!

лӳшлентер

(лэндэр), то же, что лӳшкĕнтер. Сред. Юм. Лӳшлентерсе сапать тульккĕ пĕр ôлмăççи кôтне, кайран ыттисене тем сапать! То же сл. в Б. Крышках.

лăй-лай

(лы̆j-лаj), подр. внизу. || Т. II. Загадки. Асатте пĕççи лăй-лай. (Пусă тараси, оцеп колодца). Сорм-Вар. Лăй-лай мулахай снаш. (Тараса). || Подр. переругивающимся. ГТТ. Арăмсем пус кутне (у колодца) пуçтарăннă та, пĕр-пĕринпе лăй-лай! тăваççĕ. Альш. Эпир урампа иртсе кайнă чух, пĕрин пӳртĕнче лăй-лай! туса илчĕç (непродолжительная ругань; покрикивание на детей). || Подр. быстрой изнашиваемости. Ст. Чек. Пасар таварĕ, пĕр çĕтĕлме тытăнин, лăй-лай каят вара (быстро рвется). || Ст. Чек. Арăмĕ те çав, лăй-лай начар (очень слабая, вялая); кĕтӳ хума (гнать) тухнă та, аран урине сĕтĕрсе пырат (еле-еле ноги волочет).

лăка

(лы̆га), бодтать, мешать, взбить. Кан. Анне ясмăк çăнăхĕнчен кĕсел лăкаса пачĕ. Ст. Чек. Турăха кашăкпа лăкарăм (болтал). Календ. 1910. Пĕр-ик кашăк горчицă илсе, ăна пĕр-ик кашăк йывăç çăвĕ çине ярса лăкас пулать. Ib. 1904. Вара çав ватнă кĕрпене вĕри çу çине ярса лăкас пулать. || Творить (тесто). Изамб. Т. Каçхине чуста лăкаса лартаççĕ те, ул тепĕр кун ирччен йӳçет. Ст. Яха-к. Хĕрарăмсем çăварни кунĕ ирех тăрса, икерч пĕçерме пĕр-пĕр хуран çине, лĕпĕ шыв çине урпа çăнăхĕ е пăрçа çăнăхĕ лăкаса лартаççĕ. Яргуньк. Карчăкки килте икерч лăкарĕ, тет, кăнтăрла вутă хуттăрĕ, тет те, икерч пĕçерме тапраттăрĕ, тет. || Трясти, качать. Хурамал. Çĕре пĕчĕк юпа лартсассăн, ăна ачасем пырса лăкасан: ан лăка, теççĕ. Сред. Юм. Ачана пит лăкаса шăмми-шаккине ан ыраттар. Торп-к. Улĕ (сын его) вĕренне лăкарĕ, тет те, çичĕ ял çынĕсем ăна тортса хăпартрĕç, тет. Торай-к. † Авиç килет пирĕн ати, хура лашине сиктерсе, хура пĕккине лăкаса. || Орау. Çил тырра-пулла лăкаса кайни пурне те ларать-çке вăл (для всех убыточно). || Качать (о насосе). Пшкрт. Лăка (лы̆ҕа), качать насос; болтать (кисель). ЧС. Насусне кайран улттăн лăкаса тăраççĕ (на пожаре). || Болтать (в чём, где). ЧС. Шывран сĕтĕрсе кăларсан: хăстăр, тесе, çăварĕнчен хур-шăммипе лăкарĕç, çапах та хăсмарĕ.

лăкăр

(лы̆гы̆р), грыжа, вызывающая увеличение testiculorum. Городище. || Нюш-к. Пĕр карчăк лăкăр айĕнче ташлать. (Загадка; отгадка неизв.).

лăкăртаттар

понуд. ф. от лăкăртат. СТИК. Шыва пĕр çăвар сыпса илчĕ те, пуçне каçăртса, лăкăртаттара пуçларĕ (звук воды при полоскании рта). Раскильд. Кăвакал лăкăртаттарать.

лăнк

(лы̆ҥк), подр. пониканию, обвисанию. Шел. 46. Патшасемпе пуçлăхсем пуçсене ланк! усрĕçĕ. || Подр. движению человека, сразу опустившегося вперед всем корпусом. Кугеева. Лăнк карĕ (напр., задремавший). См. так же „Нем. schlange в св. ур.-алт. подр. обр.“ (Научно-педаг. сб. V. Казань 1930). || Карсун. Лăнк лопашка (маленькая яминка). || Много. КС. Паян пасарта халăх лăнках (много). Собр. Пĕр чиркӳре çын лăнках. (Хăяр). Чертаг. Лăнк тôлтарнă ôнта, лăнках тôлтарнă (= тӳперенех). || Немного. Б. Олг. Лăнк илтрĕм-ха, тет. || Подр. вертикальному качанию, в частности, напр., зыбленью моста, сильно изгибающегося под тяжестью прытающих на нем или по вему проезжающих. Кугеева. Кĕпер лăнк-ланк силленет.

лăнк-ланк

(лы̆ҥк-лаҥк), подр. неодинаковым подпрыгиваниям и таким же качаниям в стороны. Сред. Юм. Тарантас сакалтасĕнче лăнк-ланк çиç сиксе пырать. Хурамал. Тикĕс мар çул çинче (на неровной дороге) урапа лăнк-ланк туса пырать (чĕтресе пырать). Тюрл. Лăнк-ланк солланчĕ. Якейк. Холха-чиккинчен (по области уха) патăм та (ударил), лăнк-ланк! солкаланса анчах карĕ. Ib. Митьок (Никита) пасартан лăнк-ланк откаласа килет. || Полр. походке человека; то-и-дело оступающегося (если он оступается чаще, то скажет: лăнкки-ланкки). Цив. Лăнк-ланк (или: лăнкки-ланкки) кайса пырать. || Подр. редкому лаю. Орау. Йыттисем (собаки) ланк-ланк вĕркелерĕç, тит те, чупа пачĕç, тит, килнелле. Ib. Тăрса итлеп те, таçта пĕр йыта лăнк-ланк вĕрет (подр. ночному лаю), урăх ниçта та пĕр çын сасси илтĕнмест. Нюш-к. Лăнк-ланк йăтă сасси („легкий лай, с перерывами, но с раздражением“). || Подр. будтыханью воды в посудине. N. Лăнк-ланк туса пырать (напр., в посудине за плечами). || Немного. Б. Олг. Эп поскилте илтрĕм, тет, çа (= çав) çын çинчен воратчĕç лăнк-ланк, темĕскер воратчĕç. Лăнк-ланк хăлхая кĕрчĕ, тет.

лăп

(лы̆п), низина, лощина. С. Дув. Лăпра улма йывăçĕ, ларса юлчĕ шăпчăкĕ. N. Вăл пĕр çынна илсе çырма патĕнчи лăпри чăтлăха аннă. N. Çак лăпран пуçне ăна (медведю) ниçта выртма та вырăн çук. См. лап.

лăп

(лы̆п), подр. хлопку (хлопанью, не сильному). Толст. Çуначĕсене лăп-лăп çапрĕ те, вĕçсе кайрĕ (ласточка). Шел. 48. Ĕнсе панчен лăп-лăп-лăп пĕрне-пĕри ачашлаççĕ (похлопывают). Б. Олг. Виç четверттаклăх тенкĕ (три четвертака) кăларса парчĕ, тӳртрен лăп-лăп-лăп! çапрĕ: торă полăштăр сана, ачам, слушит (-т’) туса килмешкĕн аçу-апу томне! Чăв. ялĕ. Пилĕк-улт ĕрет витсессĕн, виттине кĕреплепе тарăнрах тураса, урлă-пирлĕ улăмсене майлаштарса хураççĕ, çиелтен йăвăç кĕреçепе лăп-лăп çапса якатса хăвараççĕ. || Подр. реверансу. ЧС. Çĕн-çын (молодуха) вара лăп-лăп лапчăнать. || Подр. миганью. В. Олг. Лăп-лăп турĕ куçĕпе. || Как раз; точь-в-точь, ровно. КС. Лăп анчах тăрантăм. Только хватило на то, чтобы насытиться. Ib. Эп çитнĕ çĕре вăл та лăпах çитрĕ (подоспел). Ib. Лăп пĕр сахат. Ровно час. Толст. Çеклисене ункăсене (в кольца) лăп кĕрсе лармалла тунă. Чăв. йум. 1919, 19. Тапалана-тапалана мăй таран (по шейку) лăп кĕрсе ларчĕ. Ib. 26. Лăп çурçĕр çитсен, Атăлтан шыврисем (водяные духи) тухрĕç. Малт. шк. вĕр. фиç. 38. Иккĕшне те тӳп-тӳр кĕтес тусă, лăп вăта таран кукăртăр. Ст. Чек. Лăп выртат. Плотно прилегает. Якейк. Краççин(-н) панă чох вăл яланах лăп анчах парать (дает в обрез, лишнего не отвешивает и не недовешивает). НТЧ. Ĕне пăрулани лăпах пĕр эрне çитсессĕн, ирхĕне вут хутса, икерчĕ пĕлĕм пĕçереççĕ. Çутт. 114. Лăп кăнтăрла мĕлке кĕскелнине виçсе... См. в этом зн. шăп, лап. || Усилит. частица при образов. превосх. ст. См. лăп-лăпă. || Сразу, совсем, совершенно. N. Çил лăпах чарăнчĕ. Ветер совершенно прекратился. Кильд. Ăша сăмах калинччĕ, ăшăм лăпах выртăччĕ (я успокоился бы). Малт. шк. вĕр. фиç. 70. Лăпах сӳнет. N. † Сарă та вăрăм хĕрсене çума тытса выртăттăм, хуйхăма лăпах пусаринччĕ. Кан. Çак çӳркунне кĕпере çуррине лăпах çурхи шыв юхтарса карĕ. Утăм № 1,26. Паян ир юман пуçне уснă, паян ир кашламасть кăлăххăн; ун çине шурă юр лăпах пуснă, ларать вăл авăнса тăлăххăн. Малт. шк. вĕр. фиç. 21. Лăп чӳкенмен шывра тĕпренчĕкĕсем витре тĕпне лараççĕ.

лăпăрти

(лы̆бы̆рδиы), подр. болтанью мешалкой в квашне. Б. Олг. Арăм куас хорат, куас чĕрес калакĕпе пăтратат: лăпăрти! лăпăрти! лăпăрти! — куас хорнă чох. || Болтун(-нья). Сред. Юм. СПВВ. ТМ. Лăпăрти; сĕре кирлĕ мара калаçакан çынна лăпăрти теççĕ; пĕр-пĕр хĕрарăм ушкăнне тепĕр арăм пырать те, лешсене чарса: эпĕ паян çапла-капла тăвас тетĕп, ыран çавна тăвас тетĕп, тет. Лешсен сăмахне пăхмасăрах хăйĕссĕн калаçса каять. Çавна лăпăрти теççĕ. Сĕт-к. Лăпăрти çăвар, болтун.

лăпăрт-лапăрт

(лы̆бы̆рт-лабы̆рт), то же, что лăпăрти-лопăрти. СТИК. Кăвас хунă чухне хĕрарăмсем кăвас калакĕпе лăпăрт-лапăрт! тутараççĕ. Ib. Салма çăрнă чухне аллисемпе лăпăрт-лапăрт! тутараççĕ салми чусти шĕвĕ чухне. Ib. Лĕпĕркке шĕвĕ япалана алăпа пăтратсан, вăл чăнах та лăпăрт-лапăрт! тăват. (Кунта темиçе сасă пĕр çĕрте: пĕрре лăпăрт! тепĕре лапăрт! Каллах — пĕрре лăпăрт! тепĕре лапăрт! — пăтратнă майĕпе).

лăплан

утихнуть, успокоиться, присмиреть, уняться. Капк. Аранах ăшчик лăпланчĕ. Насилу я успокоился. Тим. † Пирĕн çамрăк шухăш лăпланмас çичĕ ют аллине ӳкмесен. Сĕт-к. Пуçĕнчен виççĕ-тваттă шаклатса илтĕм те, лăпланч вара. Ст. Чек. Лăпланнă = чарăннă. N. Аптăрата пуçларĕ; пуçĕнчен шаккап, итту лăпланмаçт. (De mentula). N. Эпир пурте вăрманта пĕр çĕре пухăнса: упана шырама халех каяс-и, е пĕр-ик-виç кун вăл лăпланиччен кĕтес-и? тесе, шухăшла пуçларăмăр. ЧС. Çунсан-çунсан, пушар лăплана пуçларĕ. Лăпланнăран лăпланчĕ, унтан вара çулăм (пламя) аран курăнакан пулчĕ. Кан. Халăх лăпланнăрах сасăпа тепĕр хут калаçма пуçларĕ. См. лăп; лăпал.

лăппă-лаппă

(лы̆ппы̆-лаппы̆), подр. хлопанью узкой юбки, мешающей широкому шагу. Орау. Лăппа-лаппă туса пырат пĕр майра, тăвăр юпкипе.

лăпсака

(лы̆псага), развесистый; широковетвистый и многоветвистый (о дереве). ЧС. Эпир, аппасенĕн сăмахĕсене пăхмасăрах, пĕр лăпсака йăвăç айне кĕрсе тăтăмăр. Хăр. Паль. 38. Ку курăка сăмсаран юн аннă чухне параççĕ, тет Терентей, лăпсака чечек çине тĕллесе кăтартса.

лăпсăр

(лы̆псы̆р), подр. шуму оперения, косм, мохров, листвы, лохмотьев и т. п. Нередко имеет зн. прилаг. N. Хурчăкисем (ястреба) лăпсăр, лăпсăр, лăпсăр! силленеççĕ, тет. НТЧ. Вара сурхи лăпсăр-лăпсăр! силленсен, пусаççĕ те, какайне пĕçерме çакса яраççĕ. Ст. Чек. Лăпсăр-лăпсăр юртат. Качал. † Лăпсăр-лăпсăр тăман çăвать, тăман çăвать те, юр каять, пирĕн те каяс çитет пуль. (Солд. п.). ЧП. Лăпсăр-лăпсăр сĕлĕ кĕлти. Пазух. Лăпсăр-лăпсар çăпати кăçалхи çул тухса ӳкрĕ. Синьял. † Лăпсăр-лăпсăр апай пур. Тим. † Лăпсăр-лăпсăр хура арăм (хура хĕр), кил илемне вăл ярат. N. † Лăпсăр-лăпсăр хура хĕр, вăй илемне çав ярат. Альш. † Лапсăр хĕрлĕ (красный) тухьяна кам хапсăнмĕ тăхăнма? Турх. † Лăпсăр йывăçсен хушшинче тĕнче пуçлăхĕ çухалчĕ. || Подр. прекращению боли и успокоению, а также особому состоянию перед наступлением сна, когда человек перестает владеть собою. Сред. Юм. Ал çыхнине салтрăм та, лăпсăрр (-рр) карĕ (боль перестала). || Выр. полное наслаждение, спокойствие в предвкушении сна. Хурамал. Лăпсăрах ăйхăм килчĕ, пăртак выртса тăрам-ха! (= пит ăйăх килчĕ). Хĕн-хур. Анчах Ануш вăхăчĕ-вăхăчĕпе пит ывăннă: çавăнпа вăл, çывăрма выртсан, лăпсăрах кайса, ирччен пĕр вăранмасăр, вилнĕ пек çывăрнă. N. Унтан лăпсăрах ыйхи килсе, вăл пит хытă çывăрса каять.

лăпсăркка

(лы̆псы̆ркка), лохматый, косматый (животное). Тюрл., КС. СПВВ. ФИ. Лăпсăркка — вăрăм çăмлă выльăх (в Сред. Юм.— лăпсаркка). N. † Кай ен лăпсăркка юратать, эпĕр лăпсăркка пултăмăр: кай енелле юрарăмăр. Çутт. 96. Çăтăк-çатăк пек лăпсăркка хăлха. || Развесистый (береза, дерево вообще). Ст. Чек. N. † Пĕчĕккĕ çырма хĕрринче лăпсăркка хурăн. Альш. Çул кукăрĕнче мĕнте пĕр-пĕр лăпсăркка йывăç ларать сарăлса. N. Лăпсăркка кăна ешĕл йывăç. Дик. леб 34. Çырмине икĕ енчен те йывăç тĕмĕсем лăпсăркка çулçăлă турачĕсемпе хупласа тăнă.

лăрка

(лы̆рга), ворчать, болтать вздор. В. Олг. , КС. Тюрл. Лăркаса ларатăн (или: вăрçса ларатăн, болтаешь). Хурамал. Эпĕ хамăр кӳрше карăм та, вĕсен йытти лăркаса вĕретчĕ (= чарăна-чарăна вĕрет = хуллен кăна ăнтăрашса выртатьчĕ). Изамб. Т. Мĕн лăркатăн! Что болтаешь. Ст. Чек. Çӳрет лăркаса (= вăрçса). Сред. Юм. Мĕн лăркаса çӳрен эс ман çинчен? Что ты городишь про меня какую небылицу? Икково. Пĕр май лăркаса çӳрет пĕр май такампа ятлаçса çӳрет. Без видимой причины, всё время кого-то ругает, обвиняет. Ib. Ан лăрка! пустой ан калаç! (гов. старухе). N. Кӳнепе ун лăрканине итлесе лар.

лăс

(лы̆с), развесисше ветви дерева. Юрк. К.-Кушки. Лăс пек, сплошь покрывая землю (напр., грибы). Шел. П. 38. Лăс пек çăвать çăмриçем тырра-пулла ӳстерме. Тайба. † Вăштăр-вăштăр çил вĕрет, йĕтĕн лăсне (= пуçне) çав тăкат. || Развесистый, кудрявый. Тюрл. Лăс торат, мягкие, длинные, обильные листвой или хвоей ветви. МПП. † И лăс хурăн, лăс хурăн, лăсĕпеле илемлĕ. Шибач. Лăс йывăç, аялтанах торат лăс йывăç. Собр. † Çил-ту çинче вăрăм чăрăш, кутĕнченех лăс турат. Сиктер. {{anchor|DdeLink19264203860668}} † Çӳлĕ ту çинче пĕр чăрăш, тĕпĕнченех лăс турат. Н. Якушк. † Çӳлĕ ту çинче лăс хурăн, лăс çулçипе хумханать. Бугульм. Çӳл ту çинче лăс хурăн, тĕпĕнченех лăс çулçă. Пазух. Улма-йывăççисем, ай, йăшт кăна, вĕсен çӳлçисем, ай, лăс кăна. N. Улма-йывăç ларат лăп кăна, унăнах çулçисем лăс кăна. Янтик. Улма йывăçĕсем лăс кăна, эпирех ĕçер-хе лăс кăна. || Кудрявый (о волосах). ЧП. † Улхаш ачи лăс çӳçлĕ, лăс çӳçлĕрен илемлĕ. || Сред. Юм. Çамрăк йывăç, тăрă пит нăмай шăтса тôхсан, лăс шăтса тохнă, теççĕ. МПП. † Юрлăр, ташлăр манăн туйра, сарă çӳçĕре лăс ярса. || Волокнистый. М. В. Шевле. Лăс тымар, в. корень; лăс корăк, мелкая волокнистая трава (вообще). || Мочка корня. Янтик. Йăвăç тымарĕсем çумĕнче вĕтĕ сӳс пеккисем пулаççĕ, çавна лăсси теççĕ. || Хвоя, иглы. КС. Чăрăш (хыр) лăсси. Трхбл. Яхтă лăсĕ.

лăска

(лы̆ска), трясти, теребить, рвать; драть за волосы. См. лăс. Сред. Юм. Çӳçрен лăскаса илчĕ. Оттрепал за волосы. Юрк. Вĕренекен ачасене кутран çаптарма та, çӳçрен лăскама та анчах пĕлнĕ. Б. Яуши. Ача, тăратас тесе, çӳçрен ласкать, тет, анчах çапах тăратаймарĕ, тет. Байгул. Кĕт пĕр айăп пулсанах, мана е çӳçрен лăскатьчĕ, е хулăпа çурăмран çаптаратчĕ. N. Хăшĕ-хăшĕ ăна пыра-пыра питĕнчен çупнă, хăшĕ çӳçĕнчен лăсканă. Пшкрт: хамы̆н ачама сӳзэ̆нџӓн лы̆зҕаза лартры̆м (отодрала, оттеребила). СТИК. Ашшĕ çӳçрен питĕ хытă лăскарĕ (= çӳçĕнчен тытса силлерĕ). Ст. Чек. Капана лаша лăсканă. Сам. 54. Çамрăк хурăн çитĕнет çил лăскаман вăхăтра. БАБ. Çиллипе (в гневе) тытăнчĕ, тет, вăрмансене (деревня) тĕпĕ-тымарĕпе лăскама. N. Лăскаса пăрах, вырывать (с корнем). N. Лăскаса пĕтернĕ. Повыдергала (скотина, хлеб в поле). || Чирик. Тиха ласкат çав амăшне. || В перен. см. N. Вăл выçлăх пурăнăçа лăскаса хăварчĕ (потрепал).

лăсси

(лы̆ссиы), мочка, волокна. Янтик. Йăвăç тымарĕсем çумĕнчĕ вĕтĕ çӳс пеккисем пулаççĕ, çавна лăсси теççĕ. || Хвоя (у ели, сосны). Чертаг. Чăрăш лăсси. КС. Чăрăш лăсси тăкăннă (опали иглы). || Ветка хвойного дерева. Кан. Вĕсен йĕри-тавра, тата хушшине те, хыр лăсси (тураттисем) хумалла. КС. Пĕр лăссине хуçса кил-ха. Отломи-ка и принеси одну ветку (хвойного дерева). Ст. Айб. † Хура вăрман çунать, ай, лăссипе, çитереймерĕм (не успел) эпĕ парпала.

лăстăк

(лы̆сты̆к), обрывок(-вки). Качал. Килĕрен лăстăк. (Алшăли). Орау. Çăпатан лăстăкĕ те юлмарĕ, таçтан (не знаю, где бы) пĕр-пĕр кивĕ çăпата тупса сырас. Якейк. Лăстăкĕ анчах йолнă. Всё истрепалось (кĕпе, алшăли и пр.). || В лохмотьях. Неверк. Ашшĕ турĕ, амăшĕ кукăр, ывăлĕ хаяр, хĕрĕ лăстăк. (Хăмла). || Дрянненький. Трхбл. Çавăн лăстăк хĕрĕсем хыççăн сĕтĕрĕнсе çӳрет! (волочится).

лăстăр-ластăр

(лы̆сты̆р-ласты̆р, с неск. лабиализ. а), подр. падению большого, но мягкого предмета с тихим шумом. Торв. Капан (стог) лăстăр-ластăр! тӳнсе карĕ. || Подр. шуму от брошенного одеяла. СТИК. Витĕнмеллие тытрĕ те, лăстăр-ластăр! ывăтса ячĕ. || С большими прогалами в листве. Орау. Çырма хĕрринче пĕр лăстăр-ластăр хурăн ларать (береза, растущая неправильно, с прогалинами). [На рисунке – береза с довольно густою листвою на верхушке и в нижней части кроны, а между ними — голый ствол без ветвей. По мнению Бармина (д. Якейкина), это – развесистая береза. N. Лăстăр-ластăр юман ларать.

лăтăрт

(лы̆ды̆рт), подр. отрывистому хрустенью. Альш. Арпус хуппи лăтăрт-лăтăрт тăват (хрустит). Шорк. Шанки, çĕрĕкскер, лăтăрт! туса хуçăлать. || Подр. хрусту выкорчёвываемого пня. Шорк. Йывăç котне тымарри мĕнĕпе (комель вместе с корнем) лăтăрт (лŏдŏрт)! кăклать. || Подр. хрустенью талого снега. СТИК. Çуркунне юр ăшăнат та, хĕллехи пек качăртатса пымаст, лăтăрт-лăтăрт! (с негубными „ă“) туса пырат (урапа пуснипе). Орау. Пĕр юман ричакпа (дубовым рычагом) хирчĕ те, алăк янаххине лăтăрт (лŏдŏрт)! анчах тутарчĕ (выломил косяк со звуком). || Подр. звуку при мешении теста. Б. Олг.: лŏдŏр-лŏдŏр! || De ventris crepitu. Орау. Ачи лăтăрт (лы̆ды̆рт)! тутарчĕ те, хĕп-хĕрлĕ пулса карĕ,– вăтанчĕ курнать (видно, ему стало стыдно).

лăчăрт

(лы̆џ̌ы̆рт, лы̆ζ’ы̆рт), подр. отрывистому хлибанью. Хорачка. Атă шне шу кĕрчĕ-тĕк, лăчăрт! лăчарт! туат. || Орау. Шăрши çине пусрăм (наступил) та, лăчăрт! турĕ, йĕксĕк! (при раздавливании мышь издала особый звук). || Подр. звукам при стирке белья. Б. Олг. Арăм, кĕпе çунă чох, сойпăн сĕрçен, вашлат: лăчăрт! лăчăрт! лăчăрт! лăчăрт! (лăчăк). || О слякоти. Орау. Тулта лăчăрт-лăчарт тăва пуçласан (в слякоть), типеччен, ача-пча тула тухаймаçт вара. || Шлёпанье мостика (доски) по воде. Б. Олг. Хăма тăрăх каçнă чох лăчăрт! лăчăрт! лăчăрт! каçса карăм: лăн-лăн! авăнат хăми. || Подр. месенью теста. Орау. Пĕр карчăк кăвас çăрать: лăчăрт! лачăрт! тутарать. || Подр. хрусту раздавливаемого яйца, см. лачăрт.

лăш

(лы̆ш), подр. упругости. СТИК. Лăш анат та, лăш хăпарат (пружинный диван, напр., если на него нажать, а потом отпустить). || Подр. более слабому зыблению. Городище. Лăш, лăш авăнчĕ (мост). Еметькина. Лăш, лăш чĕтренчĕ. (Мост) колебался плавными колебаниями. || Подр. опусканию рук от слабости. Хрест. 1927, 319. Алли лăш каймасть. У него руки не опускаются. || Подр. звуку в носу, получающемуся при переполнении его соплею. С. Дув. Пыйти вĕш-вĕш тăват-çке, манки лăш-лăш тăват-çке. || Подр. утиханию. В. Олг. Çил лăш полчĕ (или: лăпалчĕ). Ветер утих. Ib. Вăл лăш полчĕ-ха. Он смягчился, утих (после гнева). Хорачка. Лăш (лы̃ш) та ларимерĕм; çаплах ĕçлесе (не успел). Кан. Куçăн пĕр лăш кайни те çук. N. Чунăм тин лăш карĕ ĕнтĕ. Лишь теперь стало легче на душе.

лĕкĕ

(лэ̃гэ̆, Пшкрт: лэ̆ҕэ̆), перхоть. Изамб. Т. Пуçра лĕкĕ нуммаййипе тура та кĕмес. О сохр. здор. Çав шатрасем (сыпь) пĕр виç-тăват кунтан пĕтеççĕ те, вĕсем вырăнне лĕкĕ ларса юлать. (Корь). СПВВ. ИА. Мур лĕкĕ пек йĕрсе (= ерсе) килет, теççĕ. СПВВ. ЕХ. Лĕкĕ – пуçри çӳпĕ. Зап. ВНО. Пуçне лĕкĕ тулнă. || Белые волоконца, отделяющиеся от грубого холста при трении его, напр., о сукно и пр. Яргуньк. Якейк. Поставпа потклаткă хошшинче сĕркеленсе лĕкĕ тăкăннă. || Маленькие частицы различных предметов, примешавшиеся к воде. Якейк, Шура лĕкĕ нумай, ĕçме япăх. Янтик. Пит лекĕллĕ ку шыв, пăх халĕ мĕн чул ларнă стаккан тĕпне! Зап. ВНО. Кăвакал сăмси лĕкĕ ăшĕнче, карчăк кучĕ кĕл ăшĕнче. || Сор, пыль. Сред. Юм. Лĕкĕ ларнă = тусан ларнă.

лĕкĕлен

наполниться сором. Тюрл. Шыв, пĕр-ик виç талăк каткара ларсан, лĕкĕленсе каять.

лĕкĕртет

(лэ̆гэ̆рдэт), muci sonus in naso. Хурамал. Хăш çыннăн сăмсинче манки лĕкĕртетсе тăрат (он шмыгает носом). Хурамал. Ĕ, лĕкĕрти! лĕкĕртетсе çӳрен! (манкалă çынна калаççĕ). Шăнкар манкăна! || Болтать. Икково. Лĕкĕртетет. Болтает (вздор). Сред. Юм. Мĕн лĕкĕртетен эсĕ? Что ты разговариваешь без толку? Шибач. Лĕкĕртетсе лараттăр, ĕçне тумастăр (а дела не делаете). || Изамб. Т. Пĕр-пĕр çынпа калаçнă чухне пĕр е кулат, е култарат; ун пек çынна: лĕкĕртетет теççĕ (у него при этом есть желание насмеяться над собеседником). Нюш-к. Пăрмай лĕкĕртетеççĕ.

лĕмсĕр

(лэ̆мзэ̆р) подр. сотрясению косматого предмета. Торай-к. Лĕмсĕр-лĕмсĕр упа ташлĕ. (Милкепе кăмака шăлни). Юрк. Такмак каланă вăхăтра ытти кĕрнӳкерĕсем пĕр вырăнта пĕр вĕçрен лĕмсĕр-лемсĕр ташласа тăраççĕ. || Косматый, лохматый, растрепанный. Чураль-к. Пĕр картана лĕмсĕр упа кĕрĕ те, пĕр карта сурăха хăваласа кăларĕ. (Мĕлке). См. МКП 123.

лĕмсĕре

лохматый, косматый, всклоченный. Яжутк. Пĕр лĕмсĕре йăтă пĕр карта сурăха çис ярĕ. (Милке). Кора-к. Кăмакара лĕмсĕре упа ташлĕ. (Кăмака шăлни).

лĕп

(лэ̆п), подр. мягкому, плавному хлопанью (мягче, чем лăп-лап). А. Турх. Çуначĕпе лĕп-лĕп тутарса, пĕр вырăнта выляса вĕçсе тăрать (хĕрхӳ). || Подр. шелесту листьев. Турх. Йывăç çулçи, хумханса, лĕп-лĕп туса ал çупать. || Подр. морганию. Суюп. Куçлăхне тасатнă хушăра, куçне лĕп-лĕп! хупкаласа, алăкран кĕрекенсем çине пăхкаласа илет.

лĕпсĕр

(лэ̆псэр, подр. движениям болтающегося предмета. Ала 65. † Лĕпсĕр-лĕпсĕр вут лаççи те, халь шĕлес (= ишĕлес) пек тăрат-çке. Собр. Кăмака ăйĕнче лĕпсĕр-лĕпсĕр (удвоенная м.) упа ташлат. (Милке). || Подр. тихому и плавному падению. N. Йăвăç лĕпсĕрр (удар. в конце) йăтăнса анчĕ. (Небольшое) дерево тихо и плавно свалилось (подрубленное). || Косматый, растрепанный. N. Кăмакара лĕпсĕр упа ташлат. (Милке). || Подр. расслабленности. СТИК. Ывăнса килнĕ çинчен пĕр чашкă сăра ĕçрĕм те, лĕпсĕрр! (-рр) карăм (ослабел). В др. гов. лĕштĕр.

лĕпсĕре

косматый. Собр. Пĕр лĕпсĕре упа картана кĕчĕ те, пĕр карта сурăхăма хăваласа кăларчĕ. (Кăвар шăлни).

лĕрке

(лэ̆ргэ), мокрота, харкотина; насморк. Б. Олг. Тем лĕрке ерчĕ мана, ĕсĕретĕп: сăмсаран-çуартан та лĕрке тохат. Шибач. Лĕркене ерсе кайрăм (харкаю). Хурамал. Сунас чирĕ пулсан, сăмсана манка тулать те: лĕркене ертĕм, теççĕ. || Сопливый. Сред. Юм. Манки юхса çӳрекен çынна: эй лĕрке сăмса! манкуна та тасатаймастăн, теççĕ. СПВВ. ГЕ. Лĕрке тесе, сăмсине юхтарса çӳрекен çынна калаççĕ. || Брань: сопляк, плакса. Тюрл., Кудемер. || Кто не может сказать слова, infantissimus. Хурамал. Çăварне лайăх уçса калаçайман çын. Пĕр пуян çын патне çук çын пырса вăрçсассăн, пуянĕ калать: лĕрке! мĕн калаçса çӳрен, эп сана тивним? тет.

лĕс

(лэ̆с), подр. слабому движению крыла. СТИК. Лĕс-лĕс турĕ те, çуначчисене сарчĕ-пăрахрĕ. Двинул два-три раза крылышками и тут же умер. || Или руки. СТИК. Чирлĕ, вăйран кайнă çын аллине лĕс ячĕ (опустил слабую руку; „лĕс“ выражает бессилие, слабость). Ib. Аллисен пĕр тĕрекĕ те çук: лĕсс янă (гов. о больном).

лĕстĕр-лестĕр

(лэ̆стэ̆рэстэ̆р), подр. слабому стряхиванию. СТИК. Япалана хушсан, пĕр те тĕплĕ тумастăн. Çак минтер питне, тӳшек çиттине силлеме хушрăм; вăл тула илсе тухрĕ те, лĕстĕр-лестĕр! тутарчĕ те, килчĕ-хучĕ (стряхнул очень лениво, кое-как, два три раза только). Якейк. Молча милкине (старый банный веник; он идет на метение избы) силлесен, лĕстĕр-лестĕр (у др. лĕстĕр-лĕстĕр) тăват. См. пытяк милки.

лĕшке

(лэ̆шкэ), слоняться, бродить. СПВВ. МС. Лĕшке. Тек ял тăрăх пĕр çын патĕнчен тепĕр çын патне лĕшкесе çӳрекен çынна калаççĕ.

лĕштĕрр

(лэ̆штэ̆рр), подр. ослабеванию. Кошки-Кулик. Мунча çапăнтăм та (парился), лĕштĕрр кайрăм (ослаб, стал вялым). Ib. Пĕр-ик курка ятăм та, лĕштĕрр пултăм.

лĕшш

(лӧ̆шш), v. quae flatum ventrus im. Шорк. Пĕр-май лĕшш! тутарать (или: лĕшлеттерет). Hoc fieri solet ano relaxato, flatum illum non impediente.

Льăркка

имя и прозвище мужч. Такмаксем. Çак культурă колхоза кĕнĕ кайнă пĕр кăркка — Çĕвĕрăв Льăркка.

май

сторона. N. Пĕр май (= майĕ) хир, пĕр май (= майĕ) вăрман (вăлă кĕрĕк). N. Ашăн (мясо) тепĕр майĕ шыв çине пулать. N. Патака (палку) тытатăп та, тепĕр май çавăрса хуратăп (кладу другою стороною). Альш. Вăл куçсенĕн („куç“ здесь — один из прямоугольников, на которые разбито поле) пĕр майĕ 160 хăлаç, тепĕр майĕ 150 хăлаç, теççĕ. Рукоп. календ. 1908. Пĕр майĕ типсен... Когда высохнет одна сторона... Альш. Урамĕсен майĕсем, сарлакăшĕ, тăрăшĕ. N. Кашни йывăçа лартнă чухне ăна малтан пăхатăн: хăш майĕ унăн кăнтăр енче пулнă, хăш майĕ çурçĕр енче. Вара лартнă чухне те кăнтăр енче ларнă майне кăнтăр енне тăватăн, çурçĕр енче ларнă майне-çурçĕр енне. Т. II. Загадки. Пĕр май пăхсан курăнать, тепĕр май пăхсан курăнмасть. (Чĕрне). Ивановка. Пĕр майĕнчен (с одной стороны) — аттесем пĕлмен пирки, тепĕр енчен — хам йĕркине пĕлменнипе. || Направление, сторона. Альш. † Эпирех каятпăр киле май (по направлению к дому), пирĕн кӳлнĕ утсем çиле май. Ib. † Хура шывсем юхат аната май, сарă хăмăш тайăлат шывалла май. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Букв. 1908. Чан сасси илтĕннĕ май кайнă та, килне тупнă. N. Унтан вара лашипе таврăннă (с кладбища) маях (т. е. во. время возвращения на лошади) — пĕр ачана ял тавра кăшкăрса çӳреме яраççĕ. (Похороны). Чув. пр. о пог. 134. Çавра çил хĕвеле май çавăрăнать. Вихрь всегда вращается по солнцу. К.-Кушки. Пĕр май туртсан, çурăлмас; тепĕр май туртсан, çурăлат (сукно). N. Капла май, в этом направлении, в эту сторону. Юрк. Виç хут хĕвел майĕ çаврăнаççĕ. Они объезжают трижды пôсолонь. Янтик. Хăш май кайсан, лайăхрах пулĕ-ши пире. Айта кайăпăр шыва май. ЧП. Вуник хурама пĕр кăкран, кашни турачĕ çил майне (çил майлă, çил енне). Хĕн-хур. Кайма Ануша çиле май пулнă, çавăнпа вăл хытă утнă. Менча Ч. Унпа пĕрле пӳртри çынсем пурте, ура çине тăрса, пĕр чĕнмесĕр кĕлтăвакан май пăхса, чӳклекен сăмахсене итлесе тăраççĕ. Толст. Пĕр чĕнмесĕр килелле май ута пачĕ, тет. Шел. 61. Çуркуннехи ăш хĕвел сиксе тухрĕ хĕрелсе, ялтартатса, ялкăшса, çӳлелле май çĕкленсе. О сохр. здор. 99. Çулла çав шăтăка маях уçă тытас пулать. ЧС. Яла çитрĕмĕр тепĕр çын хапхи умĕнче ача кӳми ларат, кӳми çине тĕкĕ майĕпе (шерсть вверх) кĕрĕк витсе хӳнă. || По пути. N. Мана май каякансем те пурччĕ. Мана май килекенсем те пурччĕ. N. Пасара кайнă майпа çавăн патне кĕрсе тухас халь! По пути на базар надо зайти к нему! N. Çул çӳренĕ майпа кĕркелесе тухкала! Заезжай по пути! || В перен. см. (сторона). Арç. Çылăх майне каякан. N. Каллех укçа ыйтаççĕ. Ку каллех нимĕн май калама та пултараймаст. Конст. чăв. Ĕнтĕ çутăлас майне кайнăччĕ пулĕ. Вероятно, уже приближался рассвет (дело шло к рассвету). Макс. Чăв. к. I, 54. Микула çитет — вăйя май, Хăят çитет — ĕçе май. Приходит Никола — дело идет к хороводам; подходит ярмарка в Кияти — дело идет к страде. Полтава 9. Çамрăк чĕрен шухăшĕ куллен-кунах урăх май (иная). Сам. 3. Тĕрлĕ халăхсен пурнăçне сăнанă май, вăл салтаксемпе рабочисен сăйне (слой), тата ыттине тепĕлет. Юрк. † Хир-хир урлă кайса, тус пултăм, хамăра килме-кайма майĕшĕн (чтобы было к кому ходить в гости, чтобы было кого навещать). || По. N. Шыва май яр. Пусти по течению. Кĕвĕсем. Çирĕк çӳлçи çиле май, вĕрене çӳлçи хăйне май. Ăсатассăр пулсан, кил ăсатăр: пирĕн кӳлнĕ утсем киле май. N. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм шыва май. (Хĕр йĕри). Вопр. Смоленск. Пысăк шăва май пĕлĕтсем юха пуçласан, çăмăр çăват. Если облака идут по течению большой реки, то будет дождь N. Çырма тулли шыв юхать, шывĕ майпе чул çавăрнат. ТММ. Лаши май пуши. По лошади и кнут. N. Лаши май нушши (= пуши), çӳпçи май хупăлчи. (Послов.). || Вследствие. Толст. Хăйĕн салтакĕсене уйăрăлса каяс майпа (на расставаньи) тăватă витре эрех лартнă та, кайма хатĕрленнĕ. Ib. Урапи (колесо) çаврăннă майпа пуканисем (приделанные к валу колеса) сиксе тăнă. || Повод, причина, случай. ЧС. Курма пыма май пултăр, тесе... Чтобы был повод притти повидать. N. Ман çырăва çĕмĕрнĕ майпа ятне çырман пулĕ. Не написал имени, потому что вскрыл мое письмо. Б. Яныши. Эпир ĕшлепке тунă майпа сисмен те, çакут шыв хĕрине пынă та, ĕçме тапратнă. Якейк. Вăл вăсене тавăрмашкăн тахçанах май шыратьчĕ, паян тин топпĕр (тупрĕ). Он давно искал повода досадить им, наконец теперь нашёл. ЧП. Хĕрсем кайса пĕтсессĕн, пире выляма май ӳкнĕ (выпал случай поиграть) Кан. Югослави правителстви хăйне хирĕç тăракан хорват халăхне пусарса лартас майпа (чтобы...) Хорватири пуçлăхсене улăштарма тытăннă. КАЯ. Пĕр пĕр кĕсене (= кусене, этих) улталамалла май çук-ши тесе, шухăшла пуçларăм. || Способ. Шурăм-п. Çимен „физика“ пĕлмест пулсан (та), Мариье сахалрах тивмеле май тупрĕ. Б. Хирлепы. † Апай пачĕ уй хĕрне (на край степи): шăнса вилтĕр, терĕ пулĕ, хамăр та майне пĕлетпĕр. Абыз. Епле майпа вĕлерес (его) теçе, вăхăт шыранă. ЧС. Çынсем хай луçа (= пăшие) çырмаран ниепле майпа çавăтса хăпартаймарĕç. БАБ. Çав киреметсене пуç-çапма пĕтĕмпех ак епле майпа пăрахнă. Якейк. Эпĕр майне пĕлетпĕр, шăва кайса вилес çок. Найдем способ не утонуть. N. Вĕсене хăтарма пĕр май анчах. Ст. Чек. Урăхла вĕлле тума май тупнă. N. Пурте пĕрле канашласа, терлĕ майран шухăшласа, чухласа, халăха мĕн кирлине туса татаççĕ. Ау 383°. Май пĕлекен çу çинĕ, тет. (Послов.). Тюрл. Порăнăç тытмашкăн май пĕлет. О сохр. здор. Анчах унтан епле хăтăлмалли майне пĕлеймест. Ib. Çын ăшне вĕсем (глисты) тĕрлĕ майпа лекеççĕ (попадают). N. Ку упа пĕренене темиçе май та тĕрткелесе пăхрĕ, тет, анчах пĕрени кăна шав (всё) тавăрмасăр хăвармарĕ, тет. || Сноровка. Альш. Кĕрешме май кирлĕ. Для борьбы надо иметь сноровку. Ib. † Хурчăка тĕк маттур ачасем хăйне май хăй шырат-çке. ПВЧ. Хăйсем майне пĕлмеççĕ те, хăйсем сĕнме пĕлмеççĕ (не знают порядков, не умеют подносить). || Возможность. Ст. Чек. Май пусан, тутарла вĕренĕттĕм те, май çук. N. Май пур-и? Есть ли возможность. N. Манăн тарса хăтăлма май пĕтрĕ. Бес. чув. Унăн салтакран юлма майĕ пулман. Якейк. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пӳртекинче май килет. (Ахăрни çинчен). Сĕт-к. Апла калама май килет. Так можно выразиться. || Из-за. Кан. Утă çулас вăхăтра час-часах çăмăрсем пулкаланă май кăçал Турхан çыннисем çарансене хăвăртрах пуçтараймарĕç. || По шерсти (иносказат.). N. Май юрать, хирĕç юрамасть N. „Счет степеней у некрещеных чуваш такой же, как и у нас. В кровном родстве брак дозволяется только в 7-ой степени. Но в других видах родства, брак позволяется и в близких степенях. Так можно женитьься на свояченице, на племяннице своей жены, на жене умершего брата. Как говорят они: „Май юрать, хирĕç юрамасть“. Сред. Юм. Май-тăк май, май мар-тăк марш! (Если ему в должности живется хорошо, то он будет тут жить, а если плохо — уйдёт). К. Кушки. † Манăн вăта пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ ялан купăс кĕвви май çаврăнат. || Лад. Лашм. † Хамăра маях çавăртăмăр (невесту). N. Пирĕн пурсăмăрăн та çавă ултавçă юмăç патне каяс пулмаç, вăл тем те хушать; юмăç вăл шуйттанпа пĕр май (заодно с чортом). Баран. 73. Ĕç май пулмасан (если дело не шло на лад), вĕсемпе пĕрле хуйхăрма хатĕр тăнă. N. Тусне те хăй майне çавăрса (на свой лад), хăй пек ырă тăвать. Альш. Вăл хăй ăшĕнче шухăшлат: епле хăй майне патшана çавăрас, тесе шухăшлат (сказки). Скф. 25. Ку çын сире, улталаса, хăй майне çавăрать. N. Сан майăпа мана аван пултăр. || Порядок. N. Тахăçанах: хамшăн ĕçлесе, хам кил-çурта çĕнĕ майпа ярасчĕ-ха, тесе тăраканскер, вăл çавантах ĕçе пикенчĕ. N. Май еннелле кайсан. || Толк. Пшкрш. Онта кайса килтĕм те, майă (= майĕ) çок (нет толку), тет Ib. Онта кайса килтĕм те, майă çок (толку нет), тет. Чăв. й. пур. 5. Нимĕн майĕ те çук ĕнтĕ. Никуда не годится, из рук вон. || Природа. N. Хăйсем майĕпе (по природе их) вĕсене вăй хăват панă (дал). || Уклад, ratio. N. Вĕрентес тĕлĕшре, пурăнăç майĕнче (в жизни), хушса калаç тĕлĕшре, ĕненнĕ, юратнă, чăтнă, çилле пăрахнă çĕрте эсĕ ман хыççăн кайрăн. || Подобие, образ, форма. Юрк. † Илтĕм аллăма купăс, купăс майĕ пĕтнĕ мĕн. N. Куллен тăхăнакан тумтирри унăн тумтир майĕ те пулман. Кан. Тултан та, шалтан та савăт майĕ çукчĕ. Ст. Шаймурз. † Пĕвĕ-çийĕ майĕ çук: вилнĕ лаша шăмми пек. Сред. Юм. Пăртак туйя майĕ пôр (говорит молодец, пробуя палку: „ничего, палка похожа на палку“, т. е. недурная, не плохая). || Вверх лицом, верхушкой вверх. К.-Кушки. Эп çĕлĕке пăрахрăм та, вăл май ӳкрĕ. Я бросил шапку, и она упала верхушкой вверх.

пĕр май

с одной стороны. || Потихоньку; постепенно. N. Пĕр май порнатпăр. Живем так себе, средне. N. Халĕ килте пĕр май пурăнатпăр (живем потихоньку). Юрк. Тепри те ăна хирĕç, савăнса: турра шĕкĕр халĕ, тăван, пĕр май çӳретĕп. Ху епле, аван çӳретне, чипер пурăнатна? тет. Вишн; 64. Ача çурални çур çул иртсен, сĕтне пĕр май ытларах, шывне сахалтарах илсе хутăштарас пулать. || Постоянно, всё время. Янш.-Норв. Итем кати хыçне тухса, прех май ют яла пуç сырма каяççĕ. СВТ. Çав шатра лумписем (= хăмписем) шуралса улт-çичĕ кунччен пĕр маях (всё) ӳссе çитĕнеççĕ. || N. „Пĕр май“ же или в кровном родстве (брак) разрешался в 7-ой степени.

пĕр майлă

имеющий одну сторону. || Потихоньку одинаково, средне. Юрк. Эпĕ ĕлĕкхи пекех пĕр майлă çав пурăнатăп (живу попрежнему, одинаково). Халапсем 31. Пурăнасси мĕнĕ, пĕр майлă, вилеймесĕр, пĕр-пĕччен çав пурăнатăп халĕ (одна). Юрк. Халĕ пилĕк килли те (все пять домов) хăйсене хăйсем пĕр майлă аван тăраççĕ. Регули 975. Пĕр майлă поплеççĕ. Говорят одинаково.

мая яр

направлять. Изамб. Т. Ĕçе мая ятăм. Я направил дело как следует. Ib. Пурана мая ятăм. Я привёл сруб в порядок. N. Ăс тупса, пурăнăçне пĕр мая ярать. Трахома. Ырă çынсем хушнă тăрăх тӳрлететĕп, тӳрлететĕп, мая ярса пулмасть ахăр лекĕр патне каймалла пулĕ. См. вилĕ-чĕрĕсем.

мая кил

удаваться, поправляться. Чăвашсем 16. Нимскер туса та мая килмен. Хăй, виличченех, пĕтĕмпе çĕрсе кайнă. Бес. чув. 4. Ĕç мая килми пуçласан, вăл кăшкăрма тытăннă. ЧС. Тете вара хăй: сирĕн юмăçăрпа (с вашими йомзями) çаккăнта выртнă çĕртех вилсе кайăн; тархасшăн мана Хăят пулнитсине пăрахăр, унта мая килмĕ-ши, терĕ. N. Çавăнпа халăха çĕнĕрен тĕрĕслесе тухмалла; анчах ĕлĕкхи пек тĕрĕслеме мая килмест. Ст. Чек. Мая киле пуçларĕ. Стала принимать определенную форму. Ib. Кĕлеткӳ мая киле пуçларĕ ĕнтĕ. Ты стал полнеть, поправляться наружностью. (Говорят про худого или обезображенного, когда он начинает поправляться). || О сохр. здор. Чăххăн ӳчĕпе çыннăн ӳчĕ пĕр мая килет (подобны, одинаковы и т. п.). || Прийти к согласию. Орау. Мая килчĕ. Согласился. СЧЧ. Çемьесем (наша семья) хăйсен йăлине пăрахма пĕртте мая килмеççĕ: авалхи йăлăна пăрахасси пулать-и (разве можно)? Пирĕн атте-аннесем те çав йăлапа пурăннă; вăсем пурăннине эпир те пурăнăпăр халĕ, тетчĕçĕ.

мая кӳр

привести в порядок, приспосвбить, устроиться с делами. Орау. Тархасласа, аран-аран мая кӳтĕм [или: май (маj) килтертĕм]. Ст. Яха-к. Кайран вара пурне те мая кӳрсе пĕтерсен, хулăсене йăтса, ял тăрăх çуремешкĕн тухса каяççĕ. N. Манăн сана парăмăм пур-ĕçке. Ача, тархасшăн, пăртак тăрсам (потерпи долг), пĕр те мая кӳрсе пулмасть. Ст. Чек. Çăпатана мая кӳре пуçларĕ („стал, начинает уметь плести лапти“). Кильд. Уй выртат темиçе çухрăм та пулĕ сарлакăшĕ; хăçан майне кӳрес ку уя, хăçан ĕçлес кăна? тесе шухăшласа пăхса тăнă, тет. N. Майне кӳреççĕ.

майăн

(маjы̆н), по... ТХКА 111. Сăмахран сăмах перкелесе пыратпăр йыснапа шыв юхнă майăн. Хăр. Паль,. 33. Кас-кас йăваш çил хускатнă майăн... Хурамал. † Куккăр кутлă шур хурăн кукăри майăн çаврăнать. Янш.-Норв. † Çӳл ту çинче çил армань çиле майăн çавăрăнать. Ib. Ай-хай, пуçăм, çамрăк пуç, çичĕ ют майăн çавăрăнать. ТХКА 110. Çак шыв майăн кайсассăн, пĕр-пĕр яла çитетпĕр-ши? Ib. 113. Çанталăх хĕрӳ. Утнă майăн тарларăм.

майĕпе

потихоньку; постепенно. Аттик. Хĕвел пĕçернипе юрсем майĕпе ирĕлсе пĕтеççĕ. Шурăм-п. Кайран хуллен тухса (из оврага), Атăл çине майĕпе пырса пăхатпăр. Нижар. † Çак ял ачисем хĕр тиркерĕç, тупайрĕç-и-ха майĕпе? Календ. 1911. Чылай çӳресен, вăл майĕпе (scr. майпе) анма пуçланă. Сам. 10. Сар ырашлă тыр ани çăралать майпех. КС. Майĕпе анчах пырать. НТЧ. Çапла пурне те хатĕрлесе çитерсен, хай (упомянутая) арăм пĕр пĕчик чашăк çине пăттине антарать, тата чашăк хĕррине пĕр пашалу, виç юсман хурать. Изамб. Т. Майĕпе сиктерсе илеççĕ пĕтĕм сарăм пĕтиччен. || По (направлению). Ярмушка-к. † Уй хапхине, ай, пир сартăм карта (изгородь) кукри майĕпе. || Вследствие, по мере того, как; сообразно, по. Альш, Ку ача çул çинче пĕр утă лавĕ тĕл пулат та, çиес килнĕ майĕпе çăтат-ярат, тет. Янтик. Ача, аташнă майĕпе, вырăн çинчен тăра-тăра, пӳртре çапкаланса çӳрет. Ходите во свете. Школа (шкул) çывăхра майĕпе (так как ш. была близко) юрлă çынсем те ачисене çӳретме пултарнă. О сохр. здор. Типĕ тумтир тупса улăштарма питех май килмесессĕн, çав çири йĕпине пӳртре ăшă çĕртре çирех майĕпе типĕтме те юрат. Çутт. 112. Çур майĕпе хресченсен ĕмĕрхи, асран кайми ака-суха (пахога) шухăшĕ вăранать. Кан. Кĕçĕн шкулсем юрăхлă ачасем тăратнă майĕпе тин техникумсене кĕме çителĕклĕ вĕрентме пултарĕç. Букв. 1904. Хайхи качака ухмах майĕпе пусса (в колодец) тилĕ çине сике парать. N. Вăрçа хатĕрленсе тăман майĕпе, вăрçă ĕçне пĕлмен майĕпе, е вăрçăра виле-виле пĕтнĕ, е вăрмансене тара-тара пытаннă. Вино-яд. Эсир хăвăр пĕлмен майĕпе анчах эрех ĕçме хушатăр. Альш. Пупĕ ывăннă майĕпе аран-аран уткаланă. (Сказка). N. Йорĕ-çке, окçи майĕпе пырать! Ладно, по деньгам и покупка! (Гов., когда купят дешевую и плохую вещь). ЧС. Тата лашасене тытнă чух, хăранă майĕпе алă-ура чĕтресе, лашасене те хăпăл-хапăлах тытса, сиксе утланмалла мар. N. Çыру тăрăх, ăс пухакан, вăхăт килнĕ майĕпе, (в благоприятное время досуга) пухса пырать ăна. Шурăм-п. 28. Пĕри ӳсĕртерех майĕпе (будучи пьяноват), тӳпелешсен тӳпелешсен, пуртă илсе тухнă та, мăйĕнчен яра панă (хватил). П. Патт. 28. Кăвакалсем хытă вĕçсе пынă майĕпе вăл хăй кăшкăрса янă. Орау. Сăвă майĕпе кашни ача çине пӳрнипе кăтартса, утса çавăрнат. Чав. юм. 1924, 57. Хурăнсем çил çук майĕпе (так как нет ветра) шăпăрт тăраççĕ. Никит. Вĕсем те пулин начар, апат çук майĕпе (от бескормицы) пулас. Шурăм-п. Вăхăт иртнĕ майĕпе çумăр çывăхарса килет. Образцы. Вунçичĕ çулхи сасăçăм, çаврăнать купăс майĕпе. Ib. Кĕмĕл çĕрĕ, мерчен куç çаврăнат ăстан майĕпе. N. Кам салтака каяс мар майĕпе хăйне мĕн те пулин тăвĕ. Сам. 73. Хăй майĕпе ĕçлеме пулнă унăн ват лаша. Алешк.-Сапл. † Кĕмĕлех те çĕрĕ çырулă куç, çаврăнать-çке çыру майĕпе.

май кил

удаваться; годиться. Кан. Капла ĕçлемесĕр тăни май килмест. Так бездельничать не годится. Сĕт-к. Апла май килет. Так можно. Урож. год. Хайхи ĕçкĕ май килчĕ: эрехпе пĕр çын вилчĕ. Б. Олг. Карăм хамăр Чикмее (в Козмодемьянск), çĕр хĕрĕхе партăм пăтне, мана луччĕ май килчĕ, конта вырăн окçи (деньги за место) илмеçчĕ, привос окçи çок. Бес. чув. Унта вăл атă çĕлеме вĕреннĕ, анчах кайран ку ĕçе ĕçлеме унăн майĕ килмен. Коракыш. Ман, кунтан тармасан, май килес çук,—тарас (надо бежать). О сохр. здор. Унсăр пуçне (без крахмала) пирĕн пурăнма та май килмест. N. Май кил, случаться, приходиться. Букв. 1904. Утрăм-утрăм, вăрман хĕрне (= хĕррипе) çитеймерĕм, йăлтах ывăнтăм. Ывăннă пулсан та, ларса (сидеть) май килмест (не годится), майпе те пулин утатăп.

майлаштар

понуд. ф. от майлаш. (устраивать и пр.). Альш. Çапла майлаштарса пурăннă вĕсем. Толст. Вĕсен пĕчĕкçĕ ывăл ачи урайĕнче хăма татăкĕсемпе выляса темĕскер майлаштаркаласа ларнă (что-то устраивал, налаживал). Кан. Крематори çуртне Донской мăнастир чиркĕвĕнчен майлаштарса тунă. Ib. Кил хуçине майлаштарасшăн, хăй çуттине (водки) илсе килтерсе ĕçтерме пуçлать. Орау. Мункунччен еплĕ-те-пулсан çак пир-авăра майлаштарасчĕ (нужно бы покончить с тканьем). Ib. Ачана майлаштар-ха (уйми), кус, тек макăрать. Чем люди живы. Çавăн пекех пур çын та хăй майлаштарнипе мар, пĕр-пĕрне юратса пурăннипе чĕрĕ пулать. || Чинить. Альш. Вĕсем вара, лаша вити тупса, ăна тасатса, майлаштарса лартаççĕ. Орау. Çак хапха таврашне майлаштарсан, кĕлет çине витсĕ пăрахсан, тата картари тирслĕке тăксан, пит пуç çинче тăракан ĕçсем пĕтетчĕç те-ха...

майлă

похожий, подобный; похоже, подобно. N. Çавăн майлă, подобный этому. N. Санăн калаçни те (наречие) çавсен майлă. Пшкрт. Майлă çын = йосо çын. Виçĕ пус. 6. Çĕртен çапла пĕр тĕрлĕ япаласем илсе тăнăран, вĕсен çимĕçĕсем те пĕр майлăрахах пулаççĕ. Альш. Мĕнле майлă-ши кусенĕн урамĕсем? Сред. Юм. Çавăн майлăрахах. Подобный ему. Регули 641. Чăваш майлă (чăвашла майлă) томтир пор. Ib. 1263. Çармăс майлă томланчĕ. СКАЗЗ 55. Ыттисене вĕлернĕ майлах кăна-та... хĕçпе, çывăрнă чух, пĕрре çапса вĕлерет. || Красиво. Образцы. Улача кĕпенĕн умĕ ука: умĕсенчен пăхсассăн, майлă-çке. Кан. Çуртсене кунта майлă лартаççĕ. ЧП. Вырăси выртсах кулайрат, майри майлă кулайрат. || Удобный, годный; удобно, годно. Ст. Чек. Майлă; 1) удобно, 2) подобно; сысна майлă, как свинья. Ib. Майлă мар, неудобно. Сборн. по мед. Ача (при родах) майлă килсен, ăна илесси йывăр ĕç мар; анчах майсăр килсен, вара часрах доктор патне ярас пулать. N. Майлă лар (напр., о брошенном ковше: упасть отверстием вверх). || Сходно, выгодно, подходяще. Зап. ВНО. N. Хăйсене епле майлă (выгодно), çапла каласа ларнă (говорили). Юрк. Унта ман майлă хыпар калаçаççĕ. || По (иногда с дат. п.). ЧС. Сĕрен кашни ялта урăх майлăрах (несколько по-иному) тăваççĕ: хăш ялта ут яраççĕ, хăш ялта çуран çăмарта пухса çӳреççĕ. Изванк. Сана виçĕ лашапа, кӳмепе хĕвел майлă ăсатса яратпăр. (Изгнание мора). Ходар. Пăтă чӳкленĕ чух тытса тăнă куркисене (ковши, которые держали во время моленья кашей) чĕрес çине тытса, хĕвеле майлă (посолонь) виççĕ çавăрат... (чӳклеме). ТХКА 110. Эс калашле, анаталла, хĕвеле хирĕçле майлă утар (пойдĕм) эппин. Регули 1261. Çолсăр çĕрĕн çол майлă каять. N. † Окошка умĕнчи кăвак çеçки пӳрте майлă выртмаççĕ, йăлт хирĕçле выртаççĕ. N. Вара ура сырнă майлă кантăрисене çыхаççĕ (покойнику). N. Ик майлă çул. Якейк. Воник чăрăш пĕр котран, тораттисам пĕр майлă (в одну сторону). Абыз. † Вуник çăка пĕр кутра (так!), турачĕсемĕр хăй майлă, çулчисемĕр çил майлă, хальхи хĕрсем яшă майлă (похожи на парней). ЙФН. † Пирĕн лаши кил майлă, хӳри-çилхи çил майлă, эпĕр хамăр туй майлă. (Свад. п.). Толст. Пур япаланăн та пайĕсем (кристаллы) хăйне майлă (на свой особый лад) пулаççĕ. || За, согласно с... Юрк. Эсĕ те вĕсем майлă калаçатан. Регули 1262. Манăн майлă пол. N. Порте он майлах поплеççĕ. Кан. Хăйне майлă çавăрасшăн. N. Ялти ĕçлĕ çынсем ĕçе пуян майлă (в пользу богатых) анчах тунă. ЧС. Ертеллипе пĕр майлă пулаççĕ (сговариваются). N. Пĕр майлă пул, согласиться. N. Вĕсене ĕçлеме майлă пулнă. СТИК. Пире майлă мар кунта; атя часрах шăвар! Нам здесь не сдобровать; уйдем скорее тайком! Чăв. й. пур. 20° Патакăн вĕçĕ иккĕ, хашĕ вăйлă, ун майлă пулать. V. S. Унăн майлă, его сторонник. || Около, приблизительно. N. Ултçĕр пăт майлă тырă.

май-шыв

способ. Шел. II. 25. Пĕр тытăннă ĕçĕнне майне-шывне тупĕçĕ, мĕскер тăвас тенине тума пулнă — тăвĕçĕ. N. Эй вутту – масару! уншĕн çуртăма çĕмĕрсе пĕтерчĕç; кайнă пулсан, луччă, çĕнĕ çурт лартăттăмăр; хăлĕ ĕнтĕ ăçтан майнĕ-шывне тупса, пĕр çĕре пухса лартас. || Толк. Шел. II. 14. Майне-шывне тупас çук, пĕтĕм тĕнче пăлханчĕ.

мая

назв. кушанья. В. Олг. Ну, тет, ачасам, сере валли пĕр çатма мая пĕçерсе, сере паратăп... (ребятишкам во время вирĕм). Ib. Мая, шарики из муки для киремети.

мая

подклад (яйцо, подкладываемое под курицу, когда она несется). Сĕт-к. Ку çăмартая мая хăвармала: ытла та пĕчĕккĕ. СТИК. Чăхсен йăвине, çăмарта илсен, пĕрне: чăхсем ан сивĕнччĕр, тесе, хураççĕ, çавна мая теççĕ. Хурамал. Мая = чăхсем çăмарта тунă чух йăви çинчех тăрат пĕр çăмарта, ăна илмеççĕ. Пшкрт. Мая çăмарти хуартăн-и? Оставил ли ты подклад? См. йӳе çăмарти. Якейк. Чăхă пĕр çĕрех çăмарта тутăр, тесе, çăмарта йăвине яланах пĕр çăмарта хăвараççĕ, ахалĕн чăхăсам, йăваран сивĕнсе, орăх çĕре йăва туса, çăмарта тăваççĕ.

маялăк

(яйцо) предназначенное для подклада. Хорачка. Пĕр çăмарта йолат маялăк. В вост. говор. маялăх, маяллăх.

Маймăлтак

(маjмы̆лдак), имя героя сказки. М. Етмен. Тăхăр Танкăлтак (они были глупые), пĕр Маймăлтак (он был хитрый).

майра-пуç

, майра пуçĕ, то же, что калтенек. К.-Шемяк. Сред. Юм. Кĕпе çĕлеме авантарах пôлтăр, тесе, хăмаç таткисĕм чышса тôлтарса майра пуç патакки çôмне (к шестику швейки) çыхса хôраççĕ те, вара ôн çôмне çĕлекен япалана йĕппе чиксе лартса (приткнув, пришпилив) çĕлеççĕ. СПВВ. ФН. Майра пуç; унпала тутăр сурпансем пĕтереççĕ. См. тĕр-кăнчалаççи. || Турх. Майра пуç, пестушки (раст.). См. кăвакал патакки. || Особая кладка снопов в поле „баба“. Чертаг. Майра-пуç; кĕлтесене пĕрлештерсе тăратса лартаççĕ; тăррине пĕр кĕлте салатса ярса тăхăнтартаççĕ. Н. Седяк. Майра-пуç; кĕлтесене тăратса, усем çине çиелтен пĕр кĕлте витсе хунине çапла калаççĕ.

макарав шĕлепки

шляпа с Нижегородской ярмарки. Употр. этого выраж. основано на след. П. И. Орл. Пĕр çынăн Нижнине, Макарав ярмăкне, япаласем илме каймалла пулнă, тет. Çаккăн ачи унччен темшĕн яланах макăрса (кӳтсе) çӳренĕ, тет. Пĕрре çак çын, хăй каяс умĕн: ан йĕр, ярмăкран Макарав шĕлепки илсе килĕп, тесе калать, тет. Кайнă, тет, хайхи çын Макарава. Йĕрекен ача темĕн тĕрлĕ кĕтет, тет, ашшĕ Макаравран шĕлепке илсе килессе. Ашшĕ килсенех: шĕлепке илсе килтĕн-и? тесе калать, тет, ачи. Канăçсăрлансах аптăрата пуçларĕ, тет, çав тулăксăр ача. Пĕрре çак ача, шĕлепке илсе килменшĕн çиленнипе, шăртне шăнараймасăр, пĕр чĕрес сĕт тăкса янă.— Мĕн турăн капла, ăнман? тесе калать, тет, амăшĕ. Хăвăр мана Макаравран шĕлепке те исе килсе памарăр! тесе калать, тет, ачи — Акă вăл. Макарав-шĕлепки, эпĕ ăна Макаравран илсе килтĕм! тесе, ашшĕ çăпата туса ларнă çĕртен сикрĕ (scr. сикĕрĕ) тăчĕ, тет те, ăшалантара пуçларĕ, тет, ачине пушăтпа. Макарав шĕлепкине туянсан, кайран хайхи ача е йĕрин, тет. КС. Эп ăна Макарав шĕлепки тăхăнтартрăм (влепил, ударил; „задал перцу“). N. Ку та çитĕ халь, куншăн та Макарав шĕлепки тăхăнасран чун çук (страшно боюсь, как бы не попало, не „влетело“).

макăнь

(–гы̆н’), мак. ЧК. Пĕр çĕлĕк айĕнче çичĕ çĕр салтак. (Мăкăнь, макăнь).

мал

подр. мяуканью (вр с намёком на русскоб сл. „мало“). СТИК. Кушакĕ ашне çиме тытăнчĕ, тет те: мал, мал! тесе, çиет, тет. Кашкăрĕ кăна илтсен, чис тĕлĕнчĕ, тет; кушакран: епле ку пит нуммай çиекенскер! пĕр така патăм та, каллах: сахал, тесе калат, тесе калат, тет. N. Хай кушак: мал, мал! тесе çиять, тит (медвежье мясо).

мал

перед ( из ум+ал). || Восток. КС. Малтан, с востока. М. Васильев № 3, 8. Порте пуçтарнсан, калпаксĕне хывса, хĕвел тохăç (или: мал) енне пăха тăраç те, кĕлтăваç. Ходар. Тайăн сăрана чӳкленĕ чухне сĕтеле мал енне лартаççĕ те, пĕр пуçламан çăкăр хураççĕ. || Назв. местности. Альш. „Мал“ теççĕ вăл çереме.

мала

вперёд. Ишек. Ачи мала тăчĕ, тет, старикки кая. Янш.-Норв. † Кайăк хурсем каяççĕ карталанса: кайри мала! тесе ан калăр. Чураль-к. † Хумăшлăхра тилĕ выртать, тарчĕ кĕрчĕ маларах. Юрк. Çĕнĕ çынни, тутлăрах яшка пиçсен, çынсенчен маларах сĕтел хушшине кĕрсе ларма тăрăшат. N. Ан ĕçĕр, маларах (впереди) тата тутлă (еще слаще) шыв пур. Изамб. Т. Мала вырăсла хапха тăваççĕ. || Лучше. N. Эсир нумай вĕтĕ вĕçен-кайăксенчен те маларах. || Дороже. N. Виç тенкĕрен мала сутаймастăн пулĕ? Ёрдово. † Пирĕн прапан (песенное сокращение) йӳнĕ мар, алă сомран мала мар, хĕрĕх сомран кая мар. (Свад. п.). Байгул. † Кĕмĕл укçа пĕчик укçа, пĕчик те пулин маларах; пуян хĕрĕ пĕчик хĕр, пĕчик те пулин маларах!). N. Кунта ĕç хакĕ ĕçне кура маларах. Кан. Хальхи çăмарта та август уйăхринчен (надо: уйăхĕнчинчен) мала мар. || Раньше, скорее. Янш.-Норв. Çынна вупăртан хăтарас тесен, вупăр çынна ернине-ерменнине маларах сисес пулат. Изамб. Т. Унта кайма маларах-ха (или: ир-ха, еще рано). N. Саккăртан маларах килекенни çук-и? Скотолеч. 14. Ку чире маларах сисмесен, темĕн тĕрлĕ имлесе те тӳрлетме çук. N. Кирек кам та хăй нушине маларах пĕтерме тăрăшать. Ал. цв. 26. Тавăрăнма пулнă вăхăтчен шăп пĕр сехет маларах. (ровно за час) çитме каласа хунă. Кан. Çуртыррине кăçал халăхран икĕ кун маларах акрăм. N. Атя, арăмăнтан маларах çитер! (поскорее). || Старше. Шурăм-п. Пĕр ӳсĕр чăваш, ытла ватах та мар, çирĕм çултан мала мар пулмалла. || Ценнее. N. Чун çимĕçрен мала.

малалла

по направлению вперёд. Юрк. Малашне унăн пурăнăçĕ малалла кайĕ-çке. Шурăм-п. Ыйхи килмест, малалла вăрласа пуясси ăшран каймасть (нейдёт с ума). Артюшк. Çак сăмахсене пуçламăшĕнчех, тата малалла та пур (дальше еще были написаны слова). Юрк. Суха сухаланă чухне ана малалла пĕтсен, тырă лайăх пулат; каялла пĕтсен, начар пулат. Б. Яныши. Пĕри пирĕн пата пурчĕ (= пычĕ) те, мана хăй вырăнне малалла ĕçлеме кайма хушрĕ. N. Эп малалла кайимастăп („утимастăп“ — если ноги не идут). Я больше не могу итти. N. Эп малалла каймастăп. Дальше я не пойду. Бгтр. † Палан-йывăç палашать (присловье к сл. палашас?), пирĕн палашас малалла. N. Унтан иккĕшĕ те малалла кайнă. N. Усал чĕлхелĕ çын çĕр çинче малалла каяймĕ. Изванк. Çĕр тавраш тусассăн, этем ывăлĕ-хĕр(ĕ) пурнăç малалла кайнăçем малалла кайса пырат, теççĕ. N. Малалла ирт (е: кĕрекенелле ирт)! теççĕ, кам та пулсан чыслă (почтенный) çын килсен. ЧС. Эсĕ пире çак ĕçе тума малалла ярса пырах (дай успех. Моленье). Образцы 92. Ан йĕр, атте, ан йĕр, анне, санăн йĕресси малалла! (впереди). ПВЧ. Эпĕ шох(ă)шлатăп малалла та, ĕмĕр иртет каялла. Я надеюсь на будущее, а век (ваш) уже проходит. Сунт. Ĕпĕ, унта кайса лариччен, пĕр йĕке кĕнчеле авăрлам, вăл та малаллах пулать (пригодится на будущее время). || Больше, кроме того. Эльбарус. Тарман пулсан сире хĕртетчĕç-çке вĕсем, амантатьчĕç-çке, терĕ те, малалла урăх каламарĕ. Собр. Çынна улталакан хăй те малалла каймасть, теççĕ. (Послов.). В. Буян. † Укçа паракан пиччене турă ятăр малалла. || По направлению на, восток. N. Çынсем çаранĕ çине çитсессĕн, малалла тăрса, сăхсăхаççĕ. Орау. Вăл пиртен малалларах пурăнатьчĕ (несколько восточнее). Ib. Малалларахра, в (на) пространстве, лежащем (от нас) к востоку.

маларах

более вперед. N. Вăрçа тухса килес чухне ыраша виçе-виçе выратпăр. Малтан пуринчен пĕтерсе, чыкарккă туртса пĕтереп. Юлашки пулчĕ иккен, тăванăм! Хам паяна 20 хăлаç машшинапа вырса хăвартăм, çапах пĕр кун маларах юрарĕ. Уншăн та вăрçрĕç.

мали

(маλиы, от „мала +афф. З-го л.), дороже, выше. Бгтр. † Çак(ă) ялта çĕр хĕр пур, виçĕ (пĕр) пусран мали çук.

малта

(малда), впереди, в начале (книги). ГТТ. Ишек. Хăва (= хăй) малта отать. Завражн. Манран пĕр-виç аршăн малта утса пычĕ.

малтан

(малдан), спереди; прежде, впереди; сначала, раньше. N. Малтан пăхсан, тата илемлĕ. Спереди ещё красивее. СКАЗЗ. 25. Епле эпĕр малтан пырăпăр, эсĕр хăвăр малтан кайăр. Орау. Эпĕр пуринчен малтан çитрĕмĕр. Мы добрались раньше всех. N. Ку эпир чăн малтан хăваласа çитнĕ пăрахут. Орау. Пиртен малтан пыраканни. Тот, который идет впереди нас (впереди, по отношению к нам); „малта“ определяло бы место, а не отношение. N. Унăн малтанах (спервоначала) шкул çурчĕ те пулман, вăл малтан хăваттирте вĕрентнĕ. N. Малтан янă чухне (сперва) 100 кĕнеке ячĕç. М. Карач, Чĕн малтанах-малтан эпĕ пит пĕлместĕмччĕ. N. Ну, ку патша ярать, тет, ку Иван патне малтан аллă салтак. Ст. Шаймурз. Малтанах вырăс ачисем пире мăшкăлатчĕç. Т. Григорьева. Малтан хăрамасан, кайран ан хăра, теççĕ. (Послов.). N. Шăр-шывар (см. это слово) малтан каланă çырма хĕрринче. || Чăв. й. пур. 26. Епле праçник мĕн кун пуласса, теминçе çултан малтан (за несколько лет вперед) пĕлсе тăрать. Изамб. Т. Раштавччен эрне малтан (за неделю до рождества) çапла пирĕн пата йысна килчĕ. Бес. чув. Эпĕ те акă Т. ятлă кӳлле астуса тăратăп; çирĕм çул малтан (20 лет тому назад) вăл тарăн кӳлĕччĕ. К.-Кушки. Вăл шăматкун вилчĕ; эпĕ ӳнччен пĕр кун малтан (или: унтан пĕр кун малтан) Пăвана кайнăччĕ. Çĕр ĕçл. Шăтăка (яму) йывăçа лартмалла чух кăна чавма юрамасть. Çуркунне лартас тесен, кĕркунне чавса хăварас пулать; кĕркунне лартмалла пулсан, çу варринче, йывăçа лартас вăхăтчен ик уйăх малтан чавса хурас пулать. Хăшĕ-хăшĕ çулталăк малтан чавса хуракансем те пур, вăл тата авантарах, мĕшĕн тесен, çапла чавса хурсан, çĕр уçăлать те, çемçелет те. Йывăçа лартас уммĕн шиç эрне малтан шăтăкăн виç пайĕнчен ик пайне тăпра ярса тултарас пулать. Истор. Туйччен малтан, до (раньше) свадьбы.

малахай

(малаhаj), малахай. Собр. Пĕр малахайăн çер саплăк. (Мунча чулĕ). Рысайк. Пĕр малахайăн хĕрĕх шăтăк! (Мунча чулĕ). Юрк. † Тăпăл-тăпăл (изящный) тилĕ малахай тутар мулли пуçĕнче. Тюрл. Малахай — холхаллă калпак. N. Малаххая ĕлĕк тутарсем анчах тăхăнатчĕç. || Фамильное прозвище. Арабоси. (Урмар. р.). См. мулаххай.

Малехер

назв. местности. НТЧ. Малехер ятлă ката (туда относят ночью остатки от жертвенных кушаний, пух уток и гусей, кишки и шкуры животных, принесенных киремети). Вăл ката пиртен пĕр çухрăма яхăн; ун ăшĕнче яланах хур кăвакал тĕкĕсем, путек тирĕсем вырткаласа çӳреççĕ. Аслă ырă çав катара пурăнать, теççĕ. Çав ката таврашĕнче чăвашсем суха сухаланă чух та лашапа пит çухрашма юрамас, теççĕ, часах тытать, теççĕ.

мальонккă

(малонккы̆), пуловка. К.-Токшик. Шарбаш. † Виç мальонккă йĕтĕн акрăм, пĕр мальонккă тохĕ-ши?

мамале укçи

см. мамале. Ст. Яха-к. Пĕр-ик кунтан вара, сăрине чӳклесе, хыçалти тăват кĕлле мамале (нухрат) укçисем чӳклесе пăрахрĕç. („Туй таврашĕ тасаттарни“, при болезни снохи). Срв. осм. араб.) муамеlе „рост, проценты, ростовщичество“. М. б. первоначально это чув. слово обозначало предварительную жертdу, за которой должyо было последовать выполнение самого обета (см. мамали).

Мамукка

имя женщ. N. Мамукка (пĕр тухатмăш карчăк пулнă). Отсюда: Мамукка киремечĕ.

Мамăш-тухри

назв; урочища около дер. Н.-Тиньгешевой (çĕн-Тинкещ). Н. Тингеш. Мамăш-тухри, тухри ячĕ, пĕр çухрăмра. Çав тухри çинче усал (чорт) çынсене хăратать теççĕ.

манса пĕт

(-за), забыть всё, перезабыть. НТЧ. Хамăрăн пăрахни (как оставили языч. моленья) пĕр пилĕк-ултă çул пулат пулĕ, çавăнпа нăмайĕшне манса пĕтнĕ. Толст. Манса пĕтрĕм. N. Мана çывăх çынсем пăрахрĕç ĕнтĕ, пĕлнĕ çыннăмсем манса пĕтрĕç.

ман

склоняемая основа от эпĕ (= тюрк. мен, я). Çĕнтерчĕ 14. Праççи манпала пит усал. Сред. Юм. Манра çыннăн мĕн ĕç пôр. Какое дело другим до меня? Ib. Ман çыннăннинче мĕн ĕç пор? Какое мне дело до чужого? Юрк. Манран сире пысăк салам (поклон, привет). Ст. Чек. Ман çакăнтан (вот тут) ыратат. Эльбарус. Охмаххи калать: манран чăтса полаймаçт (я не могу терпеть), тет. Сред. Юм. Маншĕн полсан, ик тĕнче пĕр. Для меня всё равно. Ib. Ман хăраххăм — подобный мне („но при этом эту личность, про которою говорят, не ставят на ряду с собою, а гораздо ниже“) || Мой. СТИК. Эпĕ ăна унтан вара та куртăм. Пĕрре çапла пытăм та, калаçса ларатпăр; вăл кулкаласа кăна у(т)каласа çӳрет. Вăл ун чухне пĕлмен-ха мĕн пулнине. Унтан, сăмах хушшинчен: Хветĕр, санăн юратнă хĕрĕ тепĕр çынна карĕ вĕт! терĕм те, ман çын салхуланчĕ карĕ. („Словосочетание „ман çын“ употребляется для выражения жалости: „ман çын шурчĕ карĕ“, однако „ман çын печĕ çитрĕ“ — не скажут“). Регули 920. Ман утсам килчĕç. Манăн та (мансам та) килчĕç. Юрк. Ман шухăшăмпа кам килĕшет? Кто согласен с моим. Предложением? Якейк. Эс те çана тусан, ман сăмса йăт котне! (т. е. не сделать тебе во век)! Ст. Чек. Ман хăлха клухуй! („укор и самохвальство“).

мана

дат. и вин. п. п. от мест. эпĕ. Трхбл. Мана ку атă чух кăна 1) как раз впору; 2) как раз только впору, — если ударение на „чух“). СПВВ. ТА. Мана пурăнма йăкăрака = мана пурăнма скушнă. Сред. Юм. Мана тапратмаççĕ-и? Не говорят ли обо мне? Ib. Мана та мôталаса кӳртрĕç (заставили вмешаться, в какое-нибудь нехорошее дело). Регули 913. Вăл мана пĕр мăйăх çăнăх пачĕ. N. Мана хама тӳрре кăларакан ĕçсене манра пĕре те тупаймăн.

манашкал

(-шкал), подобный (-но) мне. Регули 1249. Манашкал поян çок-и? N. Вырăсла калаçĕччĕ, манашкал пĕр сăмах та вырăсла пĕлмен.

манăнни

манни, мой (осм. бенiмкi). Орау. Епле пĕр пекех татрăмăр-çке. Сан мĕншĕн çурлу манни (из манăнни) чул çук. Ib. Сан карттусу манни чул çук, улăштармастăп санпа.

манăнне

манне, дат. и вин. пп. от манăнни. N. Манне вутă касса хумарĕç? Кан. Хĕрлĕ çара каяс килет, таçтан манне айăп (недостаток) тупрĕç, текенсем пур. Трхбл. Маннĕ эсĕ пĕр çыруне те илмерĕн-е? (= эсĕ манăн пĕр çырăвăмата илмерĕн-е?). Ты не прлучил ни одного из моих писем? (Афф. З-го л. в „çыруне“ обьясняется представлением о всей совокупности писем, к которой относится, и, следовательно, который как бы принадлежит каждое отдельное письмо).

манах

монах, монахиня. Сĕт-к. Пĕр манах кĕпер çинчен шăрать, пĕтĕм халăха йĕпетет. (Сăмавар). V. S. Хĕрарăм манах, монахиня.

манер

(манэр), подобие, образ. Якейк. Пуç çуса, çит-тони (косу) çитлерĕн те, халь çын манер пор (или: халь хĕрача манер пор, или: хĕрача манерлĕ). Ib. † Сĕм вăрманта упа йĕр, йĕрĕ пор та, упи çок, упасăр вăрман манер килмеçт. Чехĕйп. Авалхи чăвашсам леш тĕнчере (так!) те кунти манерпе пурăнма шухăшланă. || Страх как... Çутт. 154. Пысăк хырсем ним манер те çук çатăртатса çунаççĕ. КС. Лаши тавраш(ĕ) манер çук лайăх (или: манерсĕр лайăх). N. Манер çок! Страсть! || Причина, повод; случай; возможность. Кан. Кун пек куçа пăсмалли манерсем пирĕн хушăра питĕ нумай. Якейк. Мăнер килнĕ чох çăвăрас мар (не надо упускать случая). Ib. Çăлăнтăм ĕнтĕ; поттоп хыççăн та ĕлĕкхи çынсене осал ĕçсем тутарса, пĕр-пĕринпе вăрçтарса порăнтарма манер килчĕ ĕнтĕ мана, тет. (Легенда). || Лад. Шибач. Манер килмен = латă килмеç. Якейк. Йăванăн порнăç манер кар (= саланса кар, или же пуйса кар: два противоположных значения). Ib. Конта, ача, пит те манер килмеçт: хаклă илеç (здесь не очень выгодно покупать; логич. удар. на „те“) Сред. Юм. Он пик кăçта пôлтăр кô, ôн пик пôлма манерĕ те çôк ôн. Пит сĕре хаклă (чересчур дорого) ыйтать вит ô, манере килмен япалана мĕн калаçасси пôр ôна. || N. Юр çусан, пĕр манер (более или менее) аван пулаканччĕ (было бы сносно).

манерлĕ

подобный. Янш.-Норв. Вăл вутăшсем хăйсем çын манерлех, теççĕ. N. Пĕр-пĕр иккĕшĕ те пĕр манерлĕ çын тупăнсан, вĕсем сивĕтнине пăхмаççĕ. Якейк. † Пирн варли поласси порте хамăр манерлĕ. || Удобный, ладный. N. Пĕр арăм король арăмĕ вырăнĕ çине: малашне пире те манерлĕрех ларма юрать, тесе, пырса ларчĕ, тет. || Приблизительно. Якейк. Ман килте виç эрне манерлех (почти) порнас полать-хе. Ib. Эпĕр паян пилĕк тенкĕ манерлĕ çăмартаран усă илтĕмĕр. Ib. Ик сахат манерлĕ кĕтсе лартăм. Я ждал часа два. Манерсĕр, весьма. Сред. Юм. Манерсĕр лайăх, очень хороший.

манет

или манит, рубль. Зап. ВНО. Пĕр-ик манетпĕ пӳрт лартаймăн. С Тим. † Тата выляс шухăш пурччĕ, ашшĕ-амăшĕ курман чух; ашшĕ-амăшĕ курсассăн (т. е.— эпĕ вĕсен хĕрĕпе вылянине курсан), манет парса хăтăлăп (вар. манет парăп хăтăлăп). N. Укçа 6 манит анчах юлчĕ 22 манитрен. Н. Лебеж. † Кăкри (вар. кăкăр) тулли çакна шур манит. Сунчел. † Пули-пулми таваршăн манит суса ан парăр.

манир

(нир), то же, что манер. N. Пилĕкĕш те пĕр манир (все пять на один манер). Альш. † Икĕ талир пĕр манир, ăçта çаксан, юрĕ-ши? N. Чартакĕ (над могилой) пĕтĕмпе пӳрт манирне килет (походит). N. Çав пулас йĕркесем (законсем) мĕн манир (каковы) пуласси çинчен...

пĕр манирлĕ

так себе, не из важных, не из выдающихся. Учите детей. Хăш чухне тата ăслă çынсенех ачисем айван пулаççĕ, пĕр манирлĕ çынсенех ачисем ăслă пулăççĕ. К.-Кушки. Пĕр манирлĕреххи. Так себе (не из важных, о человеке).

манка

(маҥга), сопля. N. † Манки мăш-мăш тăвать-çке, пыйти вăш вăш тăвать-çке. Орау. Ачисене пĕрте тирпейлемеççĕ: пĕр ачи манкине пĕр енне пăрса хунă, тепри тути урлă юхтарса çӳрет, тата тепри сăмси айĕнчех кӳлентерсе çӳрет. Шерауты. Ах, манка чăпти, калаçмă пăхать ĕшшĕ! Ах, сопельный кулёк (т. е. сопляк), еще думаешь разговаривать. Тим. † Кивĕ-ял хĕрне чуптурăм — манка тути каларĕ. Орау. Атте, кăçал хурт илер-и? — Илессе илĕпĕр те-ха, манкăна шăл-ха эсĕ! (кстати). Трхбл. Манкине аллипе çĕре çĕклеçе çапат та: пуçĕ (т. е. манка пуçĕ) çĕмĕрĕлтĕр! тет. КС. Манки алса пӳрнески мăнăш (величиною) пур пăхса тăрат (о соплякĕ). ЧС. Сурчăкĕ те манка пек тухакан пулнă. Шурăм-п. Сăмса юхи манкине шалалла туртнă, аллипе сăтăрма вăтаннă. (Сказка). N. Манкисене шăнкара (сморкать) пĕлмеççĕ. Манкисене шăлма (утереть) пĕлмеççĕ. Янтик. Çамрăкрах ача хăйĕнчен аслăрах çынпа е тавлашсан, е варçсан, асли ăна калать: эй, манка пички! (тет). Орау. Манка хуçи, сопляк. Ib. Эй манка хуçи, шăл манкăна! Ib. Эй манка хуçи! Эсĕ те халех çăпата тусан, çăккăра лайăххăнах çийăттăмăр та вара!... || Мокрота. Якейк. Йăван манка соракан полнă (стал выплёвывать мокроту, при болезни). Кăмак-к. Ӳсĕртĕм, ӳсĕртĕм, манка тохса пĕтимарĕ? || Сопляк. N. Çынни каларĕ, тет: эй манка! сантан пулас-и манпа чупма! Малтан манăн ĕнер çуралнă, паян тĕне кĕнĕ шăллăмпа чупса пăх-ха! тесе каларĕ, тет. || Сап (назв. болезни). Шибач. Лашана манка полчĕ. (То же в Тюрл. и Кудемерах). О сохр. здор. Лашасем тата манкана ереççĕ (заболевают сапом). СТИК. Лаша манкана ернĕ. || Semem (viri). Uirus, guale effuere dicitur e genitalibus feminae concubitu peracto. ГТТ. Тюрл. Манăн кĕçĕр çывăрнă чухне хăй тĕллĕнех манки тухса ӳкнĕ. || Яичный белок. СТИК. Çăмарта пиçеймен, теессине: манки тарайман-ха, теççĕ. || Слизь на растениях. СТИК. Сарана манки.

манкалă

манкаллă, сопливый. || Слизистый. О сохр. здор. Унăн пĕр маях чĕкĕресси (испражняться жидким) килет те, анчах темĕн чул мекĕрленсен те, тухмасть; кăшт юнлă-манкаллă темĕскер (что-то с кровью и слизью) анчах тухать.

манкăлтăк

(маҥгы̆лды̆к), „имя сказочного человека, выражающее присутствие ума и хитрости в этом человеке“. Альш. Пĕр Манкăлтăкпа тăхăр Тункалтăк. К.-Кушки. Ĕлĕк пĕр Манкăлтăк, тăхăр Тăнкăлтăк пулнă.

Марттинкасси

(-ττиыν), назв. дер., Мартынкина, Алик. р. Панклеи. Эпир. çур çĕршыв. 24. Унтан пĕр Пилĕк çухрăмра Марттинкасси юлать, сылтăм енче аяккарах, чиркӳлĕ ял Тивеш юлать. Панклеи. Марттинкасси вăрманĕ (назв. леса).

марья

(мара), то же, что майра. Кр. Чет. † Пӳрчĕ ларать çор чӳркӳ, хĕрĕ ларать мара пак. Чураль-к. Пĕр марайăн çĕр хут сараппан. (Сохан). Сĕт-к. † Пирĕн тантăш тийăк пак; мара та сăнлă хамăр пор, тавай чопас (кататься) тавольнă. (Маслен. песня). || Дама в картах. Тиханьк.

масар

(мазар), кладбище. СПВВ. ЛП. Масар, çăва, куринке, вилĕ карти. Альш. Масара, масар хĕресне алăпа тĕллесе кăтартма юрамас, теççĕ; тĕллесе кăтартсан, кача пурнене юн тухаччен çыртас пулать, тет, хăвăнне; ахаллĕн вилет, тет. Кан. Масар çине карта тытман. Кладбище не огорожено. ГТТ. Пăсташ тасатнă çĕрте: масар пуçĕ, масар пуçĕ арăмĕ, масар есрейли, масар вупкăнĕ, масар кăлависем, камансăрсем, теççĕ иккен; пĕр 21 чина яхăн хисеплеççĕ. Н. Седяк. Масар çинче вут курсан, шуйтанлă тукатмăш вилнĕ çын, теççĕ. П. Лебеж. Аслă ялта автан авăтать. (Масар, çăва). || В бранных и т. п. выражениях. СТИК. Масар турттăр. (Ылханнă чухне). Мыслец. Масар (так!) кайтăр! Провались он в преисподнюю! (народное: в трисподни; брань). Пшкрт. Эй масар аччи (чит. ачи), ста маккарта çӧретĕн! Хорачка. Эй масар! апла марччă (-чы̆), капла тумаллаччă (-чы̆). || Придает оттенок досады, недовольства. Орау. Укçи çук-им масар (чит. мазар, мазар’), пуян титчĕç-çке ăна? Разве у него нет денег, ведь его считали богатым? Ib. Таçта масарта çӳрет ĕнтĕ паян кунĕпе! Я. Турх. Каясси масарĕ, каймасан та пырĕ-ха! СТИК. Кашкăр-упа масар = такшин („неопределенно чей или незнай чей“). Рекеев. Пӳлĕх турăран та аслă-им масар? Пшкрт. Эх масар, манса карăм! Ib. Эх масар аччи-пăччисем! Тюрл. Сыс (т. е. брось, оставь), мĕн масар тăватăн омпалан! В. Олг. Еккей масар, лайăх полмарĕ ман! (нехорошо, плохо сделал). Орау. Ку кам масар (чит. мазар’) тата? Это что еще за субъект? Юрк. Майру масарĕ, çĕр кăна çаттăр ĕнтĕ! КС. Ывăль-и масар-и çавăн. Сын ли его, кто ли... Ib. Мĕн масар çанпа çыхланан? К чему (зачем) ты связываешься с ним? Н. Сунар. Манăн куç-пуç та витĕрех мар (плохое зрение), темĕн, эпĕ кашкăр масар курмарăм (я что то незаметил никаких волков). Уравйш. Упнер çинчи Хапăссем, Санар пуçĕ масарсем. Конст. чăв. Унтан эпĕ: ах кукка, сывă пул! Пĕртен-пĕр куккамăр пур, ăна та пулин таçта масарта, ют патшалăхра, Турăк çĕрĕнче çухатса пурăнатпăр!.. терĕм. СТИК. Такшин масар ачи пек хăтланан! Скверно себя ведешь! (Гов. детям). Юрк. Митукăн амăшĕ те шарт тĕлĕнет: ачу масарĕ, ку Митук, кама шуйттана хучĕ-ши (в какого это он чорта уродился)? тет. Орау. Тура шăхличи масарĕ, эп ун çине алă сулăттăм уччиттĕле лайăх çĕре кайсан! N. Атте: сĕвес мар (шкуру с палой лошади)! Стараста сӳнине пĕлсен, темĕн укçана çитерĕç хамăра, стараста пĕлсен, сăранă масарă, çĕр тĕпне кайтăр (провались к чертям и кожа)! тет. ЧС. Эй вутту масару! уншăн çуртăма çĕмĕрсе пĕтерчĕç; çунса кайнă пулсан, луччă çĕнĕ çурт лартăттăмăр; N. Эпĕ халĕ те надсмотрщик пулса пурăнатăп, тем масар контрольôра куçармаççĕ. Моркар. Ак масар! (выражение досады). Орау. Илес-им масар? Купить что-ли? Ib. Мĕн вăл? — Тем масар (чит. масӓр) Букв. 1886. Аттесем калаççĕ: ытла пĕртте чĕнмест; кăна мĕнскер, пĕр-пĕр япала пулнă-им масар? теççĕ. N. Тăрас им масар (мазар)? Встать что-ли? Орау. Сирĕн кунта чăваш нумай-им масар (чит. мазар)? Разве здесь у вас много чуваш?

масарла

встр. в чувашизмах для выражения неопределенности. Юрк. Çав çын, пăртак çырăва вĕренсен, тепле масарла пĕр вырăна кĕрсе ларчĕ. Изамб. Т. Тепле масарла упаç пуйса кайрĕ. Абыз. Темле масарла калатьчĕç-ха çавна! Не знаю, как бишь это его называют! Ib. † Вутккĕн туртнă саламачĕ мĕн масарла сӳтĕлмеле пулчă (так!) халĕ! СТИК. Тем масарлаччĕ-ха çавăн ячĕ! Не знаю как его! зовут; как бишь это его звали?

масартри

то же, что масарти. || В зн. присловья. ЧС. Пĕр юмăç пĕр тĕрлĕ „чӳк тума хушатчĕ; тата хăш-хăш юмăç таçти масартри курман-илтмен вилĕ, киреметсене, чӳк чӳклеме хушатчĕç.

маç-маçла

назв. игры. Сред. Юм. Маç-маçла выляс. Пилĕкшер карт валеçсе, кайран саккăрлăпа саккăрлă, çиччĕллĕпе çиччĕллĕ туса, маç яраççĕ. Колота айĕнче пĕр карт курăнса тăрать, ôн ертел карчĕ вара косыр пулать.

маçтăр

(масты̆р), мастер. Альш. Эсĕ вăрра ай-ай маçтăр иккен! Питушк. КС. Маçтăр, мастер, умеющий. БАБ. Кĕлтума ăна пурте кĕлтумаççĕ, пĕр кĕл таврашне пит маçтăр старик анчах кĕлтăват (читает молитву), ыттисем пурте, çĕлĕкĕсене илсе, сăхсăхса анчах тăраççĕ. Орбаш. Эсĕ мĕнтен маçтăр? — Эпĕ, тит, апат çима, тата эреке ĕçме маçтăр, тет.

матка

матица. Бюрг. Матка çинче хура таракан курăнсан, мĕн те пулсан усал ĕç пулать, теççĕ. Рак. Андрей шалта, пуç тулта. (Матка пуçĕ). N. Мачча каштине урăхла матка теççĕ. Пӳртĕн пĕр матка пулат; вăл урлă выртать.

маткăлла

назв. игры. Якейк. Пилĕк порня пак чол илеç те, вылляма тапратаççĕ. Валтан минче тохмаллине калаçаççĕ (тваттă, пилĕк, олттă тохаççĕ). Маткăлла теминчейĕн вылляма та йорать. Пĕри пилĕк чола алла илет те, çĕре прахать. Çомăнчи: так! тет. Так, тесен, чолсене, темле йонашар выртнă полсан та, илме йорамаçть; çомăнчи: так, тииччен: не так, тесен, илсе, тепĕр хут прахма йорать. Çĕрте выртакан чолсенчен пĕрне, ыттисене тапратмасăр, илет те, çав чола çӳлелле прахать; чол çӳлтен ӳкиччен, аялтан пĕр чолне илет те, çӳлтен ӳкекенне тытать. Çапла виççĕшне те тапратмасăр пĕрерĕн тытса пĕтерсен: пĕрепе тытрăм, теççĕ. Онтан иккĕпе тытаççĕ, икĕ хут икшер чолăн; виççĕпе тытнă чох пĕр чолне пĕччен тытаççĕ, каран виç чолне пĕрле тытаççĕ. Тваттăпа тытнă чох, тват чола пĕрле тытаççĕ. Тваттăпа тытсан, соль (?) тăваççĕ; каллях тваттăпа тытаççĕ. Каран ал виттĕр кăлараççĕ. Солахай алла, шĕвĕр порняя вăта порня çине утлантарса, пуç порняпа варĕнчи порняя хошă-хăварса çĕре посаççĕ. Сылтăм алăпа çав хошă умне солахай алă орлă чолсене прахаççĕ. Каран пĕрерĕн кăлараççĕ. Çаксене порне те туса пĕтерсен: пĕре тохрăм, теççĕ. Ib. Маткăлла пилĕк чолпа вылляççĕ. Малтан çав пилĕк чола алла тытаççĕ те, çĕре прахаççĕ; каран çĕртен пĕр чолне, ыттисене тапратмасăр, илеççĕ те, çав чола çӳлелле утаççĕ; çав чол çӳлтен аннă вăхăтра çĕртен пĕр чолне илеççĕ те, çӳлтен анакан чолне, çĕре ӳкермесĕр, тытаççĕ. Çапла порне тет тытса пĕтерсен: пĕрепе тытрăм теççĕ. Çанашкалах иккĕпе, виççĕпе, тваттăпа тытаççĕ, каран ал виттĕр чолсене кăлараççĕ.

матрас вырăсĕ

матрас вурĕсĕ, кошатник, набойщик (от русск. ватрасский. Н. Р. Роман.) N. Тата тирне (шкуру зайца), хĕле кĕрсен, пĕр матрас вырăсне çичĕ пуса сотрăмăр. См. ватрас.

мачча

(мацца, мачча), подволока (от русск. матица). Нюш-к. Маччана шыв кайнă Маччара кушак-кайăк нуммай. Синерь. Мачча тăрне çĕçĕ чиккĕр (воткнул). Чаду-к. Вăл, мачча тăрне хăпарса, мĕн пур каткинчи пыльне çисе янă. Ib. Пуçтарсан-пуçтарсан, вĕсем каткапа çӳле маччана лартнă. N. Унтан старикки маччана улăхать, тет. || Матица. Шурăмп. Хăтана пынă каччă тĕпеле маччаран иртсе ларсан, хĕрĕ качча пырать; алăк патĕнчех ларсан, пьшасть. Письмянка. Мачча, матица. Сред. Юм. Мачча тесе, пӳрт тӳпи хăми айне ôрлă хôракан чотланă пĕренене калаççĕ. Ib. Маччаран йон кăларни (фокус). Фокăс кăтартаканни, пĕр кôрка шыв ăсса, шĕршлĕ (кочедык) илсе, покан çине тăрать те, маччана шĕршлĕпе (= шĕшлĕпе) хыркаласа тăрать. Вара шершлине нарушнă яра парать те, фокăс кôраканнине: илсе пар-ха, тет. Леш шĕршлĕ илме пырсан, пуçĕ çине кôркари шыва яра парат. Çав вара фокăс курни пулать. || Потолок. Уганд. Мачча лутра. Потолок низок. Собр. Пӳрт маччинче çур çăкăр выртать. (Уйăх).

мачча кашти

матица. Пшкрт, Чертаг. Изамб. Т. Пурана улăхтарса пĕтериччен, пĕр-ик йĕрке аяларах, мачча кашти хураççĕ. Янтик. † Ах йыснаçăм Исак пур: мĕншĕн пăхан çӳлелле, мачча кашти сăватнам?

Махçирка çырми

назв. оврага на поле дер. Ново-Тойдеряковой, М.-Яльчик. р. Н. Тойдеряк. Махçирка çырми. Çак çырмана пĕр Макçăм ятлă çын кайса вилнĕ те, вара ăна çак ята панă. Вăл çырмана ĕлĕк „Таса çырма“ тенĕ.

маххан

дрянная лошадь, кляча; конина. Янтик. Пĕр маххан пур та ман, хăнана та кайма намăс, вут кӳме те туртаймасран хăрап. (Срв. махан, мясо; русск. махан, „конина“).

мекелтет

(мэгэлдэт), семенить ногами. Панклеи. Çорçĕр çитерехпе, ман патала пăр (= пĕр) пашалу пак куçлăскер мекелтетсе пырать (потом оказалось, что это был медаедь). См. макăлтатса, мăкăльтетсе.

мел

(мэл’), способ, сноровка. Кн. для чт. 158. Вĕсене çынсем илсе ан кайччар тесĕ, тĕрлĕ-тĕрлĕ мел тупать. Ib. 142. Пире пур ĕçре те мел кирлĕ. Ib. Курак, вăйпа ĕçеймесĕр, ăспа ĕçме мел тупать. Чăв. й. пур. 32. Тата хăй ăçта сутă тума хăтланса, ăçта çип пĕвеме, хăй пĕлмен ĕçе тытăнса, хăй меле пĕлмен пирки (не имея сноровки), юлашкине те салатса пĕтернĕ (расточил). Сред. Юм. Мел пĕлсен, кирек хăш ĕç те ансат. Кильд. (Тет.). Ах, тантăшçăм, теп, пĕрех чунçăм, пĕрле пуранмашкăн мел кирлĕ! Альш. Мел пĕлен пурне те тăват. Знающий сноровку всё сделает. Ib. Кĕрешме мел пĕлет. Рук. календ. Прокоп. Пĕр мелне вĕренсе çитсен (если раз...), хурт тытасси нимен те мар (очень легко). В. Шинкусы. Эпир ăна епле пăрахма (т. е. деньги, çул хĕрне) мелне те пĕлес çук. (Пăсташ). N. Кайран, ку мелпе улталайманнине кура, хăратма тытăнчĕ. Чăв. й. пур. Ăна вĕлерес тесе, шухăшласа çӳренĕ, анчах ниепле мел тупайман. || Приём. Альш. Йăкăп-йăкăл! шуса кăна пыраççĕ хĕрсем урайĕнче: аллисене капла, аллисене çапла тыта-тыта çаварăнаççĕ. Пур мелне те иккĕшĕ пĕр вăхăтра тăваççĕ. || Чăв. й. пур. 7. Ку ĕç сирĕн пĕртте меле килмес. Это ваше дело — негодное. СПВВ. Ĕç меле килмес (не ладится). || Возможность; удобство. Ст. Чек. † Тимĕр-кавак лаша, кăтра çилхе, мел килмерĕ (не было возможности) тытса утланма; çавă Аслаксу (= Аслă-Аксу) хĕрсене мел килмерĕ тытса чуптума. (Çамрăксен сăвви). Сред. Юм. Мел пôлсан, çавăн чôл çиленнипе мана тем туса пăрахĕччĕ те ô; мел çôк та, ним те тăваймас. Ib. Мел пôлсан, çĕр тепнех анса кайăттăм! (от стыда). Н. Шигали. † Хура вăрман урлă каçнă чух, мел килмерĕ çăка касмашкăн. С. Дув. † Тата кунтан ытла мĕн кирлĕ? Сарă çу пек ирĕлме мел кирлĕ. Юрк. Укçа тĕлĕнче тапратса калаçма мел килмерĕ. См. Paas. 85.

мелке

(мэлгэ), помело. Карамыш. Кугеева. Мелке, помело (из мочала); им, метут пол. ТММ. Кăмакара лăпсăр-лапсăр упа ташлать. (Мелке). БАБ. Тикĕт мелки, мазилка; кăмака мелки, помело. N. † Тухялисем сикĕрех, сентĕрене тивĕрех! Хушпулисем сикĕрех, мелке çине ӳкĕрех. БАБ. Кĕписене хыврăç те, урисене çаннисенчен тăхăнса ячĕç. Унтан мелке утланчĕç те, хир урлă юрта пачĕç (женщины-колдуньи). ЧС. (Янш.-Норв). Аçаран-амаран пĕр пĕччен ывăл çурални (единственный сын у своих родителей) кăмака шăлакан мелке илет те, ака пуçне кăçтан пымаллине кăтартма, ака-пуçĕ умĕнчен сĕтĕрсе пырать. (Хĕр аки). Кан. Пĕрре мелкепе те çапса илнĕ (мужа). Кугеева. Мелке, метёлка из травы, для выметания печки. || Пухтел. Мелке, кисть маляра. || Веник. Такмак. Мунчине хутнă, мелкине пĕçернĕ, пырас та çапăнас.

мемелле

(мэмэллэ), то же, что мамале. Тюрл. Халь чӳк тума вăй çитмес, мемелле парса хорас (шорă тотăрпа таса çĕре хорать окçа, çуса — таса посса, таса çĕре (обещаться тăвать). Сред. Юм. Мемелле — тăхланран çапса, çӳхетсе тунă нôхрат пик япала. Ib. Пĕррĕ (= пĕрре) эпир ватă хôрама панчен иртсе кайнă чôхне, эп çав хôрама çôмĕнче пĕр нôхрат манерлĕскер кôртăм та: мĕн кô? тесе, хампа пыракантан ыйтрăм.— Ôна мемелле теççĕ, киреметсене параççĕ, терĕ. Нюш-к. Мемелле укçа ухтарса (= улăхтарса) хурас (на столбах, в клеть, повыше). Авалхи йăлалла (мемелле). Мемелле илсе хуман пуль, теççĕ. Чӳк чӳклесе пĕтерсен, мемелле укçипе кулаç илçе çинĕ.

мерекке

(мэрэккэ), нечто потешное и интересное, своеобразное, оригинальное. Хурамал. Мерекке — кулмалла. Ib. Мерекке — шутка, сыгранная над кем-либо. Ib. Эпĕ-пĕр ачана пĕчĕк çуна çине лартрăм та, сăрăнтă (юр купи) тăрăх туртса пынă чух, сăрăнтă айне çуни мĕнĕпе яра патăм. Хай ача мăкăль-макăль! туса юр ăшне кĕрсе укрĕ. Ну, вăл ачана мерекке турăм! П. Седяк. Мерекке „удивительно“. См. сейĕр. Слакбаш. Карчăк çырăвĕ пит мерекке (забавно). Ib. Вăл пит мерекке япаласем каласа кăтартатьчĕ.

мерчен

(мэрζ’эн, мэ̆рџ̌эн’), первоначально — коралл. || Янш.-Норв. Мерчен — бусы с весьма крупную горошину или даже больше повидимому, из глины бурого цвета; сверху — слой красной краски. Коралл. Зап. ВНО. Мерчен — коралл. Ӳпке мерчен, крупный, величиною с орех, мягковатый и упругий; чăн мерчен — мелкий коралл красноватого цвета. Собр. † Хăпарайтăм çӳлĕ ту çине, ярăнтăм Мерчен хулине (вар. ярăнайтăм мерчен лавкине), хушрĕç мерчен суйлама. Янтик. † Тарăн шыва кĕтĕм: ăшăк, тесе, сакăр пĕрчĕ мерчен пур, тесе. Н. Седяк. Мерчен, жемчуг, яхонт. Мошкоа. † Олăхрăмĕ-çке Мерчен, ай, хулине; мерчен хулисенче чăн мерчен çук. Кугульм. † Чăн мерчентен хула çавăрни çук (не строят). Алших. † Суйларăмăр утсене кайри ури сакăлне... (пропуск) тантăшсе хура мерчен куçлине. Ib. † Мерченме шыва ярас мар, мерченме сая ярас мар. Кан. Çиетчĕç халăха мерчен пек куçсем. N. Увăн (мунчанăн) çтени уртăш-йывăç, çийĕ калай, чулĕ мерчен. N. (Хапханăн) çийĕ шăвăç, юпи мерчен. Кильд. (Тет.). † Чӳречĕрсем çинче виç мерчен, хăçан ярăм пулса тăни пур? Ib. † Пасар, пасар витĕр çӳрерĕм, пĕр. сапаклăх (на одну кисточку) мерчен тупмарăм. Сунчел. † Пичче пӳрчĕ мерчен пӳрт, сăран атăсăр пăсăлас çук. Ст. Чек. Мерчен куçлă куккук [„(мерчен —) драгоценный камень = хĕрлĕ хаклă чултан тунă шăрçа“]. Микушк. † Мерчен куçлă куккук авăтнипе хурамаллă (поросший вязами) улăх ян каят. Т. VI. Мерчен куçлă куккук. (Из наговора. Тюрл.). М. В. Васильев. Мерчен шăрша — хĕрлĕ шăрша (авалхи). Сред. Юм. † Пичче хапхинчен кĕнĕ чôх мерчен сапса кĕтĕмĕр. Альш. † Иç каймăттăм пасара, ахахпа мерчен йыхăрат. Буин. † Тарăн шыва кĕтĕм: тарăн, тесе, вуникĕ мерчен пур, тесе. N. Мерчен — йăлтăрка шăрçа. Сунчел. † Тӳрече çинче ларакан хăй та (так!) мерчен çуха юсакан. || ПВЧ. Йĕс мерчен пек („подобного медному бисеру“) савнине асăнман кун иртмерĕ. См. кăркка мерченĕ. || Яз. Имя женщ. Т.-Е.-Шем. Мерчен (мэрζ’эн’). || Фамильное прозвище. Ст. Чек.

Мерчен-ката

назв. лесного участка. Сред. Юм. Мерчен ката; Çиçпе вăрманĕн пĕр пайне çапла калаççĕ. Мерчен — çын ячĕ.

мерчче

(мэрччэ), чахнуть. Сятра. Моркар. Мерччет — нăмайранпа (пĕр виç çултанпа) чĕрлеймесĕр выртат, тени полать.

меслет

(мэслэт), способ, средство. Сам. 10. Çынна пĕтермешкĕн меслет тупнипе... мухтанать. СТИК. Чиртен сывалма меслет пĕлсен, пире лекĕр те кирлĕ мар. Сборн. по мед. Çав майпа чечеке (оспу) пĕтерме меслет тупăннăшăн Дженнер пит савăннă. СПВВ. Меслетне пĕлет. С. Арабоси. Ашне илсе кайма меслет пулман. Сборн. по мед. Вара хура халăх, янавар, чирĕсенчен сыхланма е вĕсенчен сывалма меслетсем пĕлмен пирки, вĕсем çинчен вĕреннĕ ăслă çынсĕнчен мĕн тумаллине канаш ыйтса пĕлме хăранă пирки, темĕн чухлĕ вилет. || Сноровка. Стюх. Баран. 126. Меслет пĕлмесĕр, чăрсăр хăтланакан кайăкçă, упа хыççăн çӳресе, час-часах пуçне те çиет (погибает, сам себя губит). Çĕр ĕçлекен. Меслет, сноровка, умелое действие. || Власть, воля, склонность? || Дело; сподручность. Изамб. Т. Епле меслетпе килтĕн? По какому делу ты пришел? Ib. Хăçан та пулсан ху меслетӳпе пыр (когда будет сподручно). || Истор. 223. Федор вилчĕ, тепĕр патша кĕриччен, пĕр меслете (= вăхăта?) ĕçсене туса тăма аслă улпутсене хушăр: вĕсене итлесе тăрăпăр, тесе, причак çийĕр, тенĕ. См. Paas. 85, 86.

мехер

(мэhэр), если, если бы. СПВВ., Стюх. Сир. 236. Мехер эпĕ капла тусан, аттене намăс пулĕ. Толст. I, II, 72. Çавăн пекех эпир те: е хамăр, е сывлăш (çил) хускалмасан, сывлăш пуррипе çуккине сисместпĕр: Мехер чупма тытăнсанах, сывлăш пуррине сисетпĕр. N. Мехер татах кĕрес пулсан, чăлана хупса лартăп. N. Мехер ман çурта та тивнĕ пулсан — яла тăрăшшĕпех хăваласа тухаччĕ (пожар прошел бы всю деревню до конца). СПВВ. ФИ. Мехер тăкăн ярăн та, теççĕ ак, пĕр-пĕр ача чашкăпа япалана вылякала йăтса пырсассăн. Сборн. по мед. Укнĕ лашасен тирĕсене сĕвес тесе, патне те ан пырăр; мехер сӳсен, вăл чир сĕвекене хăйне те, сӳнĕ тиртен ыттисене те час ерет. Пазух. Урампала маюр, ай, иртет-çке, кĕленчерен унăн кӳмисем; мехер пăхсан, ĕçĕм, ай, юлать-çке; пăхмасассăн, чунăм чăтмасть-çке. СПВВ. Мехер те, в см. „если бы“? (Вопр. зн.-в оригинале).

мый

(мыj), шея. М. Етмен и др. N. Тăрса пăхрăм та шывĕ мана пĕр мый таран (по шею) пурччĕ.

мыскал

(мыскал), золотник (с араб.). СПВВ. ФН. Пĕр мыскал пурçăн илтĕм, теççĕ. Сред. Юм. Мыскал, золотник. Тр же зн. и в Тюрл.

Миккольăн

(чит. миколы̆н), то же, что Микколлăн. Хорачка. Соха пĕр хут пĕтерсе Миккольăнччен. Потом акма поçлаччă Миккольньă (так!) тепĕр конне; сĕлĕ акаччă, пĕр ана анчах акаччă, пăрçа та акаччă.

минутлăх

минута времени. Кан. Совет Союзне сыхлас ĕçе пĕр минутлăха та манмалла мар. || Минутный.

минкĕрет

понуд. ф. от минкĕре. СТИК. Пĕр-пĕр çын тепĕр çынна пуçран çапсан, леш çыннин пуçĕ çаврăнса каят та: çавна минкĕретиччен çапрĕ теççĕ. || Надоедать. Ск. и пред 4. Çакă кинĕ яланах минкĕретет (сильно надоедает, „сводит с ума“) карчăка: апай, яр-ха хăнана! апай яр-ха хăнана!

минче

(мин’џ̌’э), сколько. Сохрон-й., Якейк., Б. Олг. В. Олг. См. миçе. Регули 952. Минче хут пĕçерме çитĕ. Ib. 951. Минче хут (минче) чĕнтĕн? Сколько раз позвал? Ib. 45. Минчерен пĕр çын илчĕç.

минчет

(-н’ζ’эт, н’џ̌эт’), венчанье. Янш.-Норв. Минчет тутарни пĕр-икĕ эрне çине кайсассăн, упăшки (муж украденной девицы) хунĕ патне: килĕшет-ши? тесе, малтан хыпар ярса пăхать. Алекс. Нев. Каччи хăй хатĕррине систерсен, хĕр хаклă йышши çуна çине ларса, ерипен чиркĕве минчете кайнă. Изамб. Т. Хăçан минчете пымаллине (венчаться)... Ib. Çураçнă хĕре туйччен малтан минчет тăваççĕ. СКАЗЗ. 58. Кăçал кăшт çеç (едва) минчете тухса каяйман.

мискара

(ми-), шутка, курьёз. Ст. Чек. Мискара = шуть. Ib. Пысăк йывăç курсан: вот мискара! теççĕ (тĕлĕнмелли япала). Орау. Хурчка, чăхă çине хăпарса ларçа, кач та кач! лартать, тит (клюет). Чăххи ăна: ах, ку хурчка йыснан мискари! тесе калать, тит. Ib. Çав ĕнтĕ ĕçкĕ-çикĕн мискари („шутливость, приличная пирушке“): ташлас пулать, юрлас пулать! Ib. Асту, ун (лампăн) мискари пур! Смотри, будь осторожен, у этой лампы есть курьезная особенность! Ib. Пирĕн кĕсрен мискари пур ун: пĕр чăхăмласан, ним тусан та турттарттарма çук вара: пуçне силлет, тапать, шăрать, тем-те-пĕр туса пĕтĕрет. СТИК. Кĕрӳшĕ каларĕ, тет: эпĕ сире пĕр мискара каласа парам (расскажу о курьёзном случае)! Ib. Мискара кăтартас, задать страху, ошеломить сразу. Ib. Çын сасартăк, сисмесĕр, хăрасан: мискара куртăм, теççĕ. Е тата авантарах: пĕр çын тепĕрин патне пусмăрлама е ултавлă шухăшпа пырать; леш ăна, кăшкăрса, хăратса тĕрткелесе кăларса ярать. Çавне (так!) мискара теççĕ.

миçиххи

(миз’их’х’и), ожерелье из бус и монет (из мăй-çыххи). Шел. II. 62. Тухйипе миçиххисен çумĕнче шăрçисемпе нухрачĕсем анчах тăрса юлнă. СПВВ. ТМ. Хĕрарăмсен умма укçа çăрçапа (чит. шăрçапа?) илемлентерсе çакаççĕ, çавна миçиххи теççĕ. Микушк. Пĕр аллă-утмăл юналут пуçтарăнаççĕ. Варрине кĕрӳ качи утланса çӳрет. Ăна миçиххисем çактараççĕ, пӳрнеллĕ перчетке параççĕ.

митевлĕ

„похож“ (с араб.). СПВВ. Сборн. по мед. Этемĕн ӳчĕ-тирĕнчен те шав хупă пек кирĕк çăнăх митевлĕ тăкăнса тăрать. N. Çав кусатăрансен тĕсĕ, вĕсенĕн майĕ — топаз пек курăнать; тăватĕш те (= тăватăш те, т. е. тăватăшĕ те) пĕр митевлĕ (сăнарлă, евĕрлĕ), тунă сăлайĕнчен вĕсем кусатăран ăшĕнче кусатăран пек.

миткаль

миткаль. Баран. 157. Пĕр тĕлти çынсем килĕсенче пирсем, миткальсем, пурçăн тутăрсем, хăюсем ĕртеççĕ.

миша

(мижа), межа грань (от русск. межа). Бур. † Эпир пырас çулсем çинче миша ӳкнĕ тайăлса; çак тантăшпа пĕрле ӳссе уйăрласси пĕр нуша. Н. Карм. † Уттарар-и, утсем, юрттарар-и, хамăр çĕр мишинчен иртеччен. Юрк. † Хирĕн хирĕн варринче пăрăнса ӳкнĕ пĕр миша. К.-Кушки. † Пирĕн хирĕн мишисем аслă çулăн юписем; пирĕн пек мĕскĕн ачасене пусат тĕнче нушисем.

мишавай

(мижаваj), землемер (от русск. межевой). Ярмушка-к. Пирĕн çĕр ĕлĕк услапа (ялячĕ) пуçĕвченех пулнă. Услапасам вара мишавая пĕр пăт пыл панă, тиççĕ те, вара пирн ял çĕрне кунтарахран çавăрса кукăртса касса пăнă, тиç. || Межа. Б. Яныши. Эпир мишавай çине çитнĕ чух унта никам та çукччĕ. || Фамильное прозвище. Орау.

мишавай лопашки

межевая яма. Б. Яныши. Мишавай пĕр çирĕм çынпала шурăн леш енне мишавай лопашки шырама карĕç.

мишер

(мижэр), мишарь. Юрк. СПВВ. ГЕ. Мишер — тутар (это, неверно). Т. Григорьева. Мишер ларнă вырăна саваламасăр ан лар, теççĕ. Ст. Шаймурз. Мишер ларнă сакка саваласа ларма хушнă. (Старые пословицы, характеризующие взаимоотношения народностей в прошлом). N. Хăш-пĕр çĕрте тутарсене мишертеççĕ. Ib. Мишер пек хăпарсах ларнă-çке эсĕ! Ib. Ай-ай эс çемçене (роскошь) юратан, мишер пек! Кубня. Начар мишер кĕтӳ хăвалать. (Шăна). Юрк. † Илĕр тухăр пасара, сутăр ярăр (еĕ) тутара; тутар илмин, мишере. || Назв. двух чув. селений в Чув. Респ.: Мишер — Мишары, в Татаркас. р.; Мишеркасси – Мижар касы, в Кр.-Чет. р. Возможно, что население этих селений раньше было мишарское. Необходимо обратить внимание на следующее: к названию мишарских селений часто прибавляегся определение „мишер“, при чем не перед названием, а за ним; напр.: Татарская Бездна — Паснапуç-Мишерĕ, Татарские Ишли – Ишлĕ-Мишерĕ, Татарские Сугуты — Сăкăт-Мишерĕ, Татарские Убеи – Упи-Мишерĕ, Каракитаны — Хура-ката-Мишерĕ. В названиях же русских, чувашскнх и мордовских селений такая конструкция не наблюдается. Так, употребительно: Чăваш-Ишли – Чувашские Ишли, Ирçе-Тĕкки — Мордовские Тюки, Чăваш Сăкăчĕ — Чувашские Сугуты. || Назв. речки. Чуратч. || Назв. урочища (оврага) около с. Чуратч. Ц., где по рассказам, был убит татарин.

мишетле

мешать (от русск. мешать). N. Сире çывăрма мишетлерĕм. Юрк. Никам хăне мишетлемес, мĕн ĕçленни, мĕн тунни пурте хăйшĕн. N. Нумай пулсан, вĕсем пĕр-пĕрне ӳсме мишетлеççĕ.

мишук

(-жук), мешок. СПВВ., БАБ. Чуратч. Ц. Çаксен пĕр пуш мишук пур, тет. Ст. Чек. † Кĕске кĕпе парсассăн, мишук туса çӳрĕпĕр. Н. Колмаюр. Вĕсен мишукпа анчах тыррисем те (у австрийцев). Юрк. Ай-хай, сирĕн кăçал вирĕр нумай пулнă (уродилось) иккен; кăна тултарма мишукăрсем те çитес çук! тенĕ. Ib. Ялта пĕр çыннăн хушамачĕ Мишук (хутаç) ятлă пулнă, тепĕрин Кăркка.

мукач

(мугач’), то же, что мулкаç. КС. Пус. Акман ана çинче мукач çури выртĕ. (Сӳре выртни). Коракыш. Икĕ мукач каска урлă вăрçаççĕ. (Куçсем). Синьял. † Вăрмантан тухать пĕр мукач, ыр çын куç умне курăнмашкăн. N. Шăтман хурăн кутĕнче çуралман мукач выртать. (Суя суйни). Шемшер. Çатма (scr. сатма) çапрам, вот калартăм, мукач ашĕ пиçеччен.

мокмăр

(мокмы̆р), то же, что мухмăр. Пшкрт. Ĕнер хыттăн ĕççетпĕр (выпили), паян мокмăр. Ib. Мокмăра (с похмелья) пĕр чĕркке ĕçесчĕ!

мул

мол (мул, мол), деньги, клад, богатство, имущество. Менча Ч. Мул тусассăн, мул тытмашкăн мул перекетне парăсăнччĕ. (Моленье). Микушк. Мул, богатство, заключающееся в деньгах. Изамб. Т. Унăн мулĕ пысăк (много денег). Слеп. Мол петне (= патне) мол хошма патăр. Çорт петне çорт хошма патăр. Альш. † Çак хуçанăн пуянне, мулне сума (сосчитать) килтĕмĕр. Сорм-Вар. Ывăлĕ, килне кайса, аслă ашшĕне сурăхсене те пачĕ, мулне те пачĕ. СТИК. Ĕлĕк укçасене панка (паша) мĕне хура пĕлмен, теççĕ ват çынсем; ĕлĕкхи çынсем, вăрласран хăраса, укçисене ниăçта хура пĕлмесĕр, кăкшăмсем çине хурса, çĕр айне пытаратчĕç, тет. Укçан хуçи, çухатсан, вăл усала ерсе, темĕскер пулса çӳрет, тет. Пĕрре çапла пĕр хĕрарăм çырмара кĕпе çуса тарат, тет. Ун патне пĕр хура кушак пырат, тек шăлкăнат. Ку арăм кушака хăвалат, хăвалат — каймаст; вара кĕвентепе пат тутарат та, кушак, чанкăр! туса, укçа купи пулат тăрат. Н. Тим. † Шурă хута хутласан, мул пулмĕ. Богдашк. † Атте-анне йĕрет хăй мулĕшĕн, эп(ĕ) йĕретĕп хамăн çамрăк пуçăмшăн. N. Ĕçлесен, сума мул пулĕ. Чăв. й. пур. Çынна мулшăн туман, мула çыншăн тунă. Собр. Хусан çырми шур çырма, шур çырмаран мул тухать. N. † Лавккаран супăне иле-иле, атте-анне мулне эп пĕтертĕм. Ст. Чек. † Ырă ут умне хурсассăн (утă), алсипе-алсипе вăл çийĕ, алси тулли мул юлĕ. („Образное выр.: „алсипе“, как будто во время еды конь выплевывает деньги; в действительности „ырă ут“ дает „алси тулли мул“ после продажи: алсипе-алсипе ырă ут çисе ярĕ те хăне мăнтăрлатса сутсаи, „алси тулли мул хăварĕ“).

молакла

назв. игры. Якейк. Молак — чышкă пак чăмăр патак. Пĕр-пĕр тӳрем çĕре йĕкĕр чышкă кĕрес пек шăтăк авăтаççĕ. Çав шăтăк. Йĕри-тавра, минче ача вылят, çан чохлĕ шăтăк айăтаççĕ. Пĕр ачи вăрăм туяпа варĕнчи шăтăк патне тăрать, тепри молак хыççăн чопакан полать. Ыттисам йĕри-таври шăтăксене тăраççĕ. Молак хăвалакан молака варĕнчи шăтăка кӳртесшĕн хăтланать; варĕнче тăраканьпе йĕри-тавра тăракансам молака варенчи шăтăка кӳртесшĕн мар, вăрăм туясампа молака çапаççĕ. Молак хыççăн çӳрекен молака варĕнчи шăтăка кӳртсен, порте хĕрĕнчи шăтăксам патне чопаççĕ; кам туйине хĕрĕнчи шăтăка чикимаçть, çав молак хыççăн чопакан полать. Молак хыççăн чопакан ăвăнса çитсен, шăтăксенче тăракансам порте патаккисене прахаç те, шăпа яраççĕ; шăпа кама тохать, çав молак хыççăн чопакан полать. Ib. Молакла — один вид мăкăрла. См. кăлайла.

мулахай

(-hаj), малахай. Нюш-к. Мулахай (авалхи чăваш çĕлĕкĕ) ăшĕнче ӳстернĕ. Стюх. † Виç хулхаллă мулахай Шăмăршăсен ачисен. Сенчурк. † Тил мулахай, тил мулахай, тутар мулли пуçĕнче. Рак. Пĕр мулахайăн хĕрĕх саплăк (вар. шăтăк. Мунча чулĕ). КАЯ. Киле пырсан, анне аттене юмăç мĕн каланисене каласа кăтартрĕ те, атте: ах-ха-хай, мулахай, мулахай тăрри шĕп-шĕвĕр! тесе хуйхăрса ячĕ. Н. Карм. Мулахай, башлык, шапка с ушами. Такмак. Çĕлĕк çукки мулахайпа. N. Мулахай, мулахай, мулахай мана сурăх пач. Сурăхне Атăла ятăм та, Атăл мана пулă пач. (Сăвă). См. мулаххай.

мулкач

молкач (-га-), то же, что мулкаç. N. Мулкач тытма кайрăм. Орау. Шăракан ачана мулкач пăхне çитарсан, шăмаçть, тит. Ib. Ĕлĕк чăваш арăм(ĕ)сем, ачисем çывăрнă чухне вырăн çине шăрсан (если мочились), мулкач пăхне çитаратьчĕç, тит. Завражн. Молкачсене эпĕ пĕрре каймассерен икшер-виçшер тытса килнĕ (промышлял). Ib. Виçшер молкач тытса килни те пор (мне случалось промышлять). Ib. Çак катана кĕчĕ, тет те, мишукпа икĕ кайăк (мулкач) тытса килчĕ (поймал), тет. Хора-к. Чухăн çын пурăнăçĕ хирти мулкач пурăнăçĕ. (Послов.). КС. Мулкачсам, чупса, вăрманти юра тап-такăр тунă. Орау. Мулкач сутатăп, мулкач! — Мулкачу мĕн хак? – Пĕр кунтăк ырашла (за два лукошка ржи) ик мулкач парап. || Кукиш. Кан. Икĕ пӳрне хушшинчен „мулкач“ кăтартса, кăларса яраççĕ.

молкачла

или мокачла, назв. игры (в роде шакла). Кр.-Чет. Якейк. Мокачла. Ачасам, пĕр çĕре похăнса, хăйсенчен чăн аслине хуçа, кайăкçă тăваççĕ, хăйсем пĕр вырăна (йăвине), молкачсам полса, похăнса лараççĕ. Йăваран молкачсам корăк çима тохсан, кайăкçă мокач (так!) тытма тохать. Вăл мокачсене (так!) йăвара анчах тытма полтаримаçт, орăх пор çĕрте те тытать. Порне те тытса пĕтерсен, иккĕмĕш хут вылляма тапратнă чох, валтанхи кайăкçăран кĕçĕнтереххи хуçа полать.

мулча

молча (мол’џ̌а), баня. Шибач. N. Унăн мулчи пулнă (поспела баня, готова), милки пиçнĕ. Орау. Улах мулчи хутма карĕ. Пошла истопить баню, где соберется „улах“. Ib. Мулчана та каяççĕ, хупаха та каяççĕ, питне кĕççе çĕлесе çӳреççĕ (шлёндают по баням девки). Вомбу-к. Молча алăкĕ; молча алăк хлăпĕ (сӳсрен яваççĕ); м. влашки; м. кашти; м. курки; м. кмаки; м. лапки; м. мĕлки; м. сакки; м. чӳречи; м. турчăки; м. хоранĕ; м. умĕ, перед бани, где дверь м. хыçĕ, задняя сторона бани. N. Мулчу пулчи? Истопилась ли у тебя баня? Тораево. Хĕрсем Йăвана каланă: Йăван, мулча кĕрех кай! тенĕ (он шел дорогою). Пшкрт: мол’џ̌ра с’аβы̆н, париться в бане. Курм. Молча çонса тоххĕр. Баня истопилась. Орау. Мулча çунса пĕтни? Истопилась ли баня? Ib. Мулча çунтартăм. Я истопила баню. Ib. Мулчана çунтарса ятăм. Я сожгла баню. || Какая-та ловушка для горностая или ласки? Г. А. Отрыв. Пăшалпа мар, мулча тунăччĕ (юс мулчине). Малтан йĕр çавăратьчĕ, йĕрлесе çавăрнатьчĕ; ăçталла йĕр нумай, сăватьчĕ вара унталла катăк тавра. Унтан юс шăтăкне хулăпа йăкăрлатьчĕ. Малтан катăк тавра çавăрнат йĕр туса, унтан тепĕр катăкалла вара çавăрнать йĕр туса (кил-хушши пак, татăкăн-татăкăн ĕнт çав вăл). Пĕр татăк пĕр çĕртрен çавăрать, тепĕр татăк тепĕр çĕртрен çавăрать – вăт катăк. Кунталла нумай тухса килни вăл, ай унталла (машет, указывает своею рукою вперед и назад около головы) çав катăкра. Кайран юс шăтăкне пĕр шăтăкне хулăпа йăкăрлать, тепĕр шăтăкне тене (что-то в роде ловушки?) лартать [„тĕнĕллĕ тăвать вăл“]. Описание бестолковое.

момле

(момл’э), бормотать. Ишек. Икково. Пĕр май момлесе (= пĕр май такампа ятлаçса) çӳрет. Без видимой причины, всё кого-то ругает, обвиняет (гов. о старухе).

монет

см. манет, манит. С. Дув. Пĕр хам тăрăшшĕ вăрăм мишукпа монет парса тултарса яр. Описка.

мунча вутĕ

(= вучĕ), банный огонь. Ст. Чек. Мунча вутĕнен пуçа кĕсен тухат. Епле емеллеççĕ? Пĕр-ывăл çынна (единственного сына у родителей) вут çаптарассĕ. Хăт кирек кам мунчинче те юрат. Мунчана каяççĕ те, лапка айĕнчен милкĕ çӳлçине виçĕ хутчен яра-яра илеççĕ (анчах ăна илнине çын ан куртăр); ăна киле исе кайса çунтараççĕ; ун кĕлĕпе мунча вутĕнчен кĕсенлĕ пулнă пуçа сапаççĕ. Вара кĕсен пĕрер суткаран (= тавлăкран) типет.

мунча парни

подарок от новобрачной при рождении ребенка? Ст. Чек. Çын мунча парни парат, ача çуратсан, кажется (раздает подарки). || Жертва бане. Альш. Çулла турпаспа мунча парни пăрахаççĕ мунча кăмакине. Вутран кайнă, тесе, пĕр-пĕр тĕвĕ тухса тӳрленмесен.

мунча чулĕ

каменка в бане. Юрк. Черккине тепĕр хут тултарсан, каллех кӳршине тыттарат. Ку та тыттарнă чĕрккине мунча чулĕ çине сапнă пек, çăварне ывăта парат (т. е. сразу). Пазух. Сатра пулнă хăйăр чул, тем чул çирĕп пулсан та, мунча чулне çитес çук (не сравнится). Трхбл. Пĕр çĕлĕкĕн хĕрĕх саплăк. (Мунча чулĕ). || Назв. черных камней.

мунчавăр

(мун’џ̌авы̆р), повивальная бабка. Сборн по мео. Мунчавăрсем (епи-карчăксем), е пĕр килтисемех, çăмăлланакан арăма час часах, ĕçне пĕлмесĕр (по неуменью), асаплантарса пĕтереççĕ, См. мучавăр, а также Оп. иссл. чув. синт. II, 270.

мур

мор, повальная болезнь (на людей и на скот). N. Çав ярмăркка вăхăтĕнче хулара çын мурĕ тухнă. Собр. 229. Мур килсессĕн, ĕне картине икĕ чĕрес сĕтпе лартса, çынин пĕр-пĕр çĕре çӳле ларсан, мур нимĕн тумасăрах каят, теççĕ. Янш.-Норв. Вĕсем: выльăх мурĕпе çын мурĕ этем пулса çӳрет, теççĕ; çав мур вара, çын вĕлерес чухне, кашни килти çынсене шутласа çӳрет те, ячĕсене хут çине çырса çӳрет, теççĕ. Н. Седяк. Этем мурĕ киле пуçласан, ак çапла тăваççĕ: ялти хĕрарăмсем (кашни килĕрен пĕрер), хăйсем туртса, çуран, ял тавра ака туса çаврăнаççĕ. Ака-пуç тытаканни арçын пулать. Вăл çын пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр ывăлĕ анчах пулать. Ака хăвалаканни пĕр-пĕр çыннăн пĕртен-пĕр хĕрĕ пулать. Çапла ака туса ял тавра çаврăннă чух ака туртаканнисем пурте хĕрарăм пулать. Арçынсем вăл вăхăтра пурте ялта пулаççĕ. Ака туни тул енне юлмаççĕ; тул енне юлсан, вăл çын мурпа вилет, теççĕ. Хĕрарăмсем ака тунă чух çара уран, çара-пуç пулаççĕ. Тата вĕсем ака туса çаврăннă чух мелкесем (помелья), турчăкасем (кочерги) йăтса пыраççĕ. Хирте пĕр-пĕр çын е выльăх пулсан, ăна, мелкепе тӳпелесе, кӳртсе яраççĕ ялалла. Ял тавра çаврăнса çитсен, кашни çынна, çĕр айĕнчен кăларса, ĕнсине хĕç (сабля) тăршипе сĕрсе яраççĕ, тата кутĕнчен йĕплĕ-хулăпа (шиповником) çапаççĕ. Çакăнтах йăвăçран вут кăларса, çав вут урлă каçаççĕ. Çапла тусан, мур (холера) лекмеç, теççĕ. Орау. Мур çулĕ килчĕ пулĕ кăçал, темскер выльăхсем виле пуçларĕç. N. Лаша мурĕ, ĕне мурĕ. || Çамр. Хр. Маншăн ун чухне хуть те мур пултăр, эпĕ нимĕн ăнланми пулнă та, анне чĕнсе пынă мур пупне, тет (для меня тогда хоть чорт знает что будь, я тогда ничего не понимал). ЧС. Эй мур илмен япала! (ругательство). Шел. II. 60. Çынран юличчен муртан юл, теççĕ. И. Якушк. Кайса килем-и-мĕн мурĕ! Сходить, что-ли, шут его дери! N. Сана кантура чĕнеççĕ. Мĕн мурĕ тата? (на кой ещё чорт?). N. † Путене таппи хутăм та, карăш мурĕ (шут его дери!) çакланчĕ! КС. Мунчара-и, мур-и çав. В бане, что-ли, или где-то в этом роде. Йӳç. такăнт. 17. Таçтан муртан тухрĕ карт тытасси. КС. Çтан, муртан тупса парам-и эп сана? Откуда мне тебе взять-то. Ib. Сана, мур пуçне, тахçанах ăшăтса илмелле те-ха! Давно бы тебя надо вздуть (отколотить)! Ib. Çтан муртан пурне пĕлсе çитереççĕ! Как это они все узнают! Ib. Ăна, мура кам тăрантарса çитермелле! Ib. Çта мура хучĕç? Куда они к шуту положили? Орау. Ах мур, кăнтăрла çитет паян! Ку шатунпа кăнтăрлаччен киле çитеймастăп пулат-и-ха... Ib. ЬIвăлĕ мĕн ятлă-ха? — Мур ятлă, кам пĕлет! (чорт знает. как его зовут). Ib. Майра ан килтĕр, мур! Как бы, чорт возьми, не пришла баба! N. Эй мур, тĕсе калать, тет, лашине, ман пуçа çимели кăна, тесе калать, тет. КС. Мĕн мур-ши ку? Что это за штука? ПВЧ. Мĕн мур тăван унпала? „Что она тебе далась“? (т. е. на что она тебе?). Кан. Пĕр çынна, тем мурĕшĕн (чорт знает, почему), ула качака теççĕ. ПТТ. Çумăр çумасан, ачасене ватăсем: çумăр çумас ĕнтĕ, çав мур Петĕркке шăтăкне кайса ярăр-хă (т. е. воды), теççĕ. Орау. Мур ачи (кушакки, лаши, ĕни, пурчĕ, пуçĕ и пр.)! Ib. Мур ачи! — кунĕпе те киле таврăнмасть! Мур пуçĕ, таккулăхах çапрĕ! Мур ĕни сĕт пами пулчĕ! Мур пӳрчĕ сив пулать. Мур пуçа таçта тухса сĕтĕрĕнчĕ ĕнтĕ! Ib. Мур ачи! Негодный ребенок! См. патак. Ст. Чек. Мурта çӳрет! (= таçта, т. е. шляется чорт знает где). В. Олг. Мора! вырттăр-и! (пусть лежит). Ib. Е, мора! апла марччă, капла туас мĕн, тет. КС. Пирĕн мур ĕни сĕт хăварчĕ (перестала доить). Ib. Мĕн мурĕ ятлăччĕ-ха? Как бишь это его зовут?! Ib. Мĕн мур тăван çăвна? Зачем он тебе нужен? Чураль-к. † Ати упи мур (шур?) упи, тăкăлт-тăкăлт сиккелет, сĕм вăрмана кĕрех кайрĕ. || Яд. Альш. Мур çисе вилнĕ. Отравился. || Оборотень, разбрасывающий, распространяющий повальную болезнь. Собр. Мура лайăх çынах каять, тет. Е арçын, е хĕрарăм мур пулса каять, тет. Çав мура каякан çын. Çĕрле, çын шăплансан, вырăн çинчен тăрса, кĕпи-йĕмне хывса, пытарса хурать, тет те, хăй вара, выртса, йăванса, хĕп хĕрлĕ йытă пулса, мура каять, тет. Вăл вара, выльăхсам картине кайса, миçе выльăх вилмеллине карт картаççĕ, тĕт. Муртан хăтăлас тесен, выльăх картине сĕтсем çакса яраççĕ. Сĕтсене мурсам çисен: кусам пире лайăх пăхаççĕ, кусене тивес мар, тесе калаççĕ, тет. Çапла вара ĕнесем вилмесĕр юлаççĕ, тет. Лайăх пăхманнине, çилленсе, пĕтĕмпех вĕлерсе пĕтерет, тет. Каçхине çапла çӳресен, тул çутăлас енне кайсан, каллах килне кайса выртать, теççĕ. Мура юмăç карчăкки пулса каят, теççĕ, вăл ак çапла пулат, теççĕ: тăват çынна пĕр кунтах юмăç пăхса ярсассăн, тула тухса, макăрса йăванат, тет те, шур йăтă пулса, мура каят, тет. Чăн первей вăл хăй юратман яла кайса, пĕр уй хĕрĕнчи çынăн ĕне картине кĕрсе, хуçи пыраччен ларат, теççĕ; хуçи пырсан, çăккăр татĕк (= татăкĕ) пăрахса памасан, ĕнине çиччас вĕлерет; çăккăр татĕк пăрахса парсан, унăнне нимĕнне те тивмест, анчах, ун çумĕнчи çын патне кайса, ун ĕнине вĕлерет, теççĕ. Вăл çын: мур килеччен, чаччас ĕнине суса, сĕтне пĕр-пĕр çĕре çӳле пытарса лартсассăн, мур вара ун ĕнине тупимаст, теççĕ. Мурĕ тата ун çумĕнчи çынăнне кайса вĕлерет, унтан тата тепринĕнне; çапла пур ялăнне вĕлерсе пĕтерет, теççĕ. ЧС. Мура пирĕн чăвашсем акă мĕн тесе ĕненеççĕ: мур çын — çын пекех, пĕре анчах мар, — вĕсенчен хăши асли, хăши кĕçĕнни пулать; вĕсем пурăнассине пĕр-пĕр пысăк шыв çинче, кĕпер айĕнче пурăнаççĕ. Этем мурĕ пулас пулсан, асли хăй каят; выльăх мурĕ е вĕçен кайăк мурĕ пулас пулсан, асли кĕçĕннисене хушса ярать; анчах шутсăр пĕрне те вĕлерме юрамаст, мĕн чухлĕ вĕлерессине хăй хушса ярат, теççĕ. Мур теминçе тĕслĕ пулма та пултарать: çын пек те пулать, ыйăтă (так!) пек те, кушак пек те, ытти выльăх тĕслĕ те пулать, теççĕ. Хăш ялта мур пулмалла, мур çав яла пырать те, çын пулса, пĕр-пĕр пуян çын патне хваттере кĕрсе выртать. Пуян çын ăна лайăх ĕçтерсе çитерсен, ун выльăхне вĕлермесĕрех хаваратт. Мур ялта вĕлерсе çӳрен-çӳрен (надо: çӳресен-çӳресен), ыйă(тă) пулса, яллаях çав çын килне кĕрсе выльăхсем хушшине кĕрсе выртать. Хуçи ăна мур иккенне сисет те, кашни кун пăтă пĕçерсе, картана çакать; мур ăна кашни çĕр çиет. Вара çав çыннăн темĕн чухлĕ выльăх пулсан та, хăтăлса юлать, теççĕ. || В. Олг. Мор вĕлерсе кайманскер! (Брань). СТИК. Мур тыттăр! Ну его к чорту! Ст. Чек. Мур курнă. „Видел человека, рассылающего болезнь“. Ib. Мур – человек, рассылающий, разбрасывающий болезнь. См. Магн. М. 223. || Рак, çăкăр мурĕ (дармоед), ахаль çисе выртать çав! Йӳç. такăнт. 13. Ак кăçатпа шаплаттарсан (вот я шлёпну тебя валенком!)... Мур илешшĕ!

мускара

(мускара), то же, что мыскара. Тораево. Вара ухмах Йăван хăнисене каланă: ĕçтертĕм, çитартăм, мускара (одну штуку) кăтартам, тенĕ. Альш. † Акă ĕнтĕ пăх ĕнтĕ, мускарине кăтартар. N. Пйрĕн ялтан инçех мар, Вăрăм-ту ятлă ялта пĕр Ялантай ятлă мускара тăвакан çын пурăннă. ФТТ. Мускара, театральное представление.

мутала

мотала (-дала), мять, привести в беспорядок. КС. Ман хуçнă çăпатана (начатые лапти) тытнă та, йăлт муталаса пĕтернĕ (перепутал). Ib. Кĕнеке листисене йăлт муталаса (у др. лочăркаса) тăкнă (измял). Ib. Ача хуçнă çăпатана тытнă та, йăлт муталаса тăкнă (исковеркал). Орау. Ку çăкăра сиртен хăшĕ (кто из вас) муталаса кайнă? (искромсал). || Путать (нитки и т. п.). Череп. Шурăм-п. Çав вите хуçи (дух) лаша çилхине йăваласа муталат пулсан, лаша киле килĕшет. Янтик. Эп çак хĕрсен тура-шăлĕсене пĕтĕмпех муталас теп-ха! Ib. Кăсене тавай муталас! || Неаккуратно исполнять. Шорк. Эсĕ çăпата тума пĕлетĕн-и? — Пăртак моталакалап (плету кое-как). КС. Аран-аран муталаса пачĕ пĕр мăшăр çăпата (сплел некрасиво, непрочно, неаккуратно). || Дурманить. Кан. Сăмакун ĕç халăхĕн тăнне-пуçне муталат. || Интриговать. Череп. Муталаса пурăнат. || КС. Пăрăва кашкăр муталаса тăкнă (изранил, изувечил). || Мучить. Пшкрт. Çынна моталаса пĕтернĕ (замучили). КС. Темĕскерле усал чир (венер. б.) ленкнĕ те, йăлт муталаса пĕтернĕ. || Запутывать (в перен. см). N. Çук, вăл ку сăмахĕсемпе хăйне хăй анчах муталат. || Замаять; мешать. Шибач. Мана муталаса пĕтерчĕ („замаял своими неправильными действиями“). Шел. II. 30. Сыхланарах ĕçмесен, ĕçкĕ часах улталĕ, темле ăслă (преумного) çынна та ĕçне тума муталĕ (помешает). Изамб. Т. Ан мутала (или: ан мутла) мана! Не мешай мне! Сред. Юм. Мана, ĕçлекен çынна, ан килсе мôтала конта! Ib. Кай-ха кôнтан, ĕçленĕ çĕрте ан мôталаса çӳре! || Попусту тратить что-нибудь. Якейк. || Coire. КС. Чăхха алтан муталать (муталарĕ, муталаса тăккăрĕ).

муталан

моталан, замучиться. КС. Паян çав ачасампа муталанса пĕтрĕм (замучился), пĕртте канăçне (покою) памарĕç. Ивановка. Вара капла муталанса, пĕр хĕл çӳренĕ çĕре чăн лайăх вĕренкелерĕм. || Валандаться. Хорачка. СПВВ. Мутала; муталан: ан муталанса çӳре. См. чăпта. Сред. Юм. Ман таврашра ан мôталанса çӳре! Не вертись около меня, не мешай! Ib. Паян, ачасĕмпе мôталанса, ним ĕç те тăваймарăм (проваландалась). || Быть занятым пустяками, возиться над чем. Янтик. Тульккĕ вăхăта ирттересшĕн муталанса ларать, хăйĕн ним ĕç тунни (= туни) те çук. Н. Карм. Ан муталан! Не занимайся пустяками! Щибач. Мĕн ларатăн моталанса? (делаешь никому ненужное). СТИК. Муталанас, аппаланас — хăтланаспа пĕр, анчах пĕчĕкçĕ ачасем, е пысăк çын та, пĕлмен япалана тума хăтланат пулсан, калаççĕ. Ib. Ан муталан ĕнтĕ; мĕн луш (попусту) пĕлмен япалапа çыхланан? теççĕ. Ib. Тем муталанат ĕнтĕ çав! Не знаю, что ещё-он делает! (только портит работу). N. Ĕнер кунĕпе муталантăм, нимĕн те тăваймарăм.

мутаслан

мотаслан, запутаться (о неживом предмете). ГТТ. Çип çăмхи мутасланса пĕтнĕ. Сред. Юм. Пĕр мôтасланнă çип панă та мана, тепле вĕçне тôпмалла! N. Сӳс, çӳç, мунчăла мутасланать. Кудель, волосы, мочало запутываются.

мучала

мочала (В. Олг. моџала, Пшкрт: мочала), мочало; мочалка. Янтик. Пĕр хĕр патне пĕр ача хăтана ярать; хĕрĕ те, хĕр ашшĕ-амăшĕ те ачине килĕштереççĕ, ăна парасшăн, анчах темле хулăн укçи çинче килĕшеймеççĕ. Çав ача, ку хĕре пăрахса, урăххи патне хăтана яра пуçласăн, малтанхи хĕр: каллах ман пата килтĕр, тесе, чашăка тирĕк мучали хурса, ӳпĕнтерсе хурать, теççĕ. Вара чăнах та каллах ун патнех пырать, теççĕ. Собр. Хуч, хучала, хучала, хучала ху(ш)ши мучала. (Купăста пуç). || Ст. Чек. Эй мучала ал-ура! çавна та тăваймастăн! Пĕр-пĕр ĕçе начар, вăйсăр ĕçлесен калаççĕ [япалана пушă (слабко) çыхсан, хытă çыхнине салтаймасассăн; о слабосильном]. || Фамильное прозвище в д. Анат-к., Алик. р.: Мочала.

мучей

мочей (џ̌эj) то же, что мучи. Бгтыр. Пĕр ача: манăн пор, мочей! тесе каларĕ, тет. Икково. Мочей шалта, сохалĕ толта. (Йӳç-кăшман).

мучи

мочи (-џ̌и), брат моего отца, родившийся раньше последнего. СПВВ. Мучи = аслă пичче. СПВВ. КМ. Мучи = ватă пичче. || Тоганаш, Якейк. Мочи — муж старшей сестры моей матери. Вомбу-к. Мучи, мучей (вăталăххин ачисем ашшĕн пичĕшне калаççĕ). || Почетное, вежливое обращение к старикам, которые значительно старше возрастом говорящего, и их название. Шибач. Ачи тохса карĕ. Корчĕ пĕр старик она, ачине, çол çинче. Ста каятăн, ачам, тет.— Мĕн, тет, мочи, ста каясси, тет. Тохрăм, тет, оçăлмалла (разгуляться), тет.— Ста, тет, эсĕр порнаттăр? Тет — мочăш итать. Якейк. † Ай мочисам, килемисам! килеттĕр те тăраттăр, пирĕн куçран пăхаттăр,— чĕлĕм тортма мантăр-и? Абыз. Шур мучи куçне шур илчĕ. (Кантăк шăнни). В др. лл.: мучу (мочу), мучăшĕ, мучăш (мочăшĕ, мочăш).

мухла

назв. игры. Янтик. Мухла выляс. У вăйă ак çапла: пĕр йӳплĕ патак çĕре çапса лартаççĕ, ун çине пчик (так!) çекĕл çакаççĕ. Пĕри хуралĕç (так!) пулать, ыттисем, кашни пĕрер шăтăк йышăнса, унта патаккисене чиксе тăраççĕ. Патаксемпе тăраканнисем вĕçĕмрен çапса лартнă патака тĕллесе переççĕ. Кам та пулса лектерсе çакса хунă çекĕле сирпĕтсе ярсан (сшибет), хурал тăраканни, çекĕле тупса, каллах çакса хурать; лешсем çав вăхăтра хăйсен ывтса (= ывăтса) янă патаккисене кайса илмелле. Хуралĕç çекĕле ĕсем (= вĕсем) патаксене исе килеччен тупса лартсан, пĕр шăтăкне йышăнать; вара кам шăтăксăр юлать, çав хуралĕç (= хуралçă).

мухмăрлă

с похмелья (прилаг. и нар.). Альш. Ыран аттесем-аннесем мухмăрлă мĕнлĕ (с похмелья и т. п.) час тăраймĕç. N. Пĕр мухмăрлă вырăс.

мăй-пăран

(п̚ы̆ран, с очень коротким ы̆), мăйпран, кривошейный? Собр. Пĕр карта сурăхăм пур, пурте мăй-пăран. (Кукăль). || Маленькая птичка (чăлт-шурă, уласкер, уйăп манерлĕскер Пи-пи-пи-пи! тет. Гнездо связывает конским волосом — хĕлехпе). Нюш-к. Мăй-пран, птица. Ib. Мăй-пран: мăй-мăй-мăй-мăй! тесе авăтать. Мăй-пăран шупчăкран (= шăпчăкран) кĕлт çеç хĕрлĕрех; пысăкĕш шупчăк пекех.— Мăй-пăран авта пуçларĕ, ăшăтать ĕнтĕ, теççĕ. Çерçирен кĕлт тĕттĕмрех. Собр. † Пăй-пăй! мăй-пăран; мăй-пăранăн виç чĕппи виç йăва çинче, лараççĕ. Сред. Юм. Мăй-пăран алтать (поёт. Пĕчик çерçи пик кайăк; ô çôркôнне, чисти йôр кайса пĕтсен тин килет те, йăвине юпа хăвăлĕсене тăвать). Ib. Мĕн... мăй-пăран пик мăйлатан! (Пит çинçе саспа йĕрекен ачасене çапла калаççĕ). Разг. С. Мих. 39. Мăйпран („малиновка“): мăй-мăй! тесе кăçкăрсан: ака патне тохас вăхăт çитрĕ, тетчĕç. || В перен. см. человек, недовольный чем-нибудь, напр., раздачей подарков и пр. Зап. ВНО. (Буин.). См. пăй.

мăй-çухи

(-), назв. украшения (у девиц). Альш. Мăй-çухи пусмаран, икĕ пӳрнĕ сарлакăшĕ; пусма çине пĕр ерет ылттăн шăрçа пусаççĕ, унтан пĕр йĕрке вĕтĕ кĕмĕл — нухрат. Юрк. Мăй-çухи.

мăйăр хôрланки

мăйăр хурланки, гранка ореха. Ядр. Сред. Юм. Мăйăр хôрланки; мăйăра пĕр татсан, хôрланкинче нăмай ôсрасан, кăвакарса каять.

мăйкăç

(-гы̆с’), ошейник. Янтик. Йыт мăйĕнче мăйкăç пур. 1) Затяжная петля. Изамб. Т. Пĕр-пĕр йытă япала çиме вĕреннĕ пулсан, ăна мăйкăçпа тытса хĕнеççĕ. Н. Седяк. Мăйкăç, охотничья принадлежность. Сред. Юм. Мăйкăç — кар сак тытма çинçе паравăкран тăваççĕ. || Аркан. Цив. Мăйкăçпа лашана майĕнчен лектернĕ; лаша мăйкăçа лексен, пĕтĕм вăйĕпе мăйкăçран çăлăнас тесе сикнĕ. || Удавка. N. Хай чирлĕ карчăк сиксе тăнă та, пупа мăйкăçпа çаклатса та илнĕ. Пуп: ăх! тесе те сывлайман, вилсе те кайнă.

мăйракалă

мăйракаллă, с рожками, рогатый. Такмак. Ылттăн мăйракалă, золоторогий. || Орау. Пĕр мăйракаллă-масарлă тункатана ачасем тек сĕтĕрсе çӳреççĕ. Ребята всё таскают какую-то рогатую, сучковатую корягу.

мăкăрла

назв. игры. Якейк. Мăкăрла выллянă чох пĕр çĕре шăтăк авăтаççĕ, йăри-тавра, пĕчĕкрех шăтăксенче, ачасем туясампа тăраççĕ. Пĕр ачи пĕр-пĕр моклашкăна (так!) мăкăра, варĕнни мăн шăтăка туяпа хăвалать, ыттисем ăна кӳртме, памаçĕ. Вăл мăкăра шăтăка хуса кĕртсен, хăвалакан ачи, лешсем он патне мăкăра хăвалама пынă вăхăтра, пĕр ачийĕн шăтăкне йăшăнать, вара лешĕ мăкар хăвалама йолать. Ib. Мăкăрла хĕлле анчах выляççĕ. Валтан пĕр чышкă пушшĕ (с кулак) шăннă ут пăх (пы̃х’) топаççĕ (мăкăр); каран шăпа яраççĕ. Шăпа тохнă çынни мăкăр хуçи полать. Вăл мăкăрпа тепĕрне тивретес тесе, мăкăра пĕрин патнелле тапать. Ăна вăл хошăра ыттисам çорăмран тӳпелеççĕ (колотят) анчах. Мăкăр кама тивет, çав мăкăр хуçи полать. Мăкăр хуçине: сан мăкăру шта? Мăкăрна пăхимастăн, мăкăрна лайăхрах пăх! тесе, çапаççĕ. Ала 104°. Мăкăрла вылянă чохнехи йорă: кил, каччă! кил каччă! Килме кора пĕр кора! Чалма чалмашкипа! Атан якаш, пыл якаш! Килĕр конта выляма! Тавай пире пĕр çыннине!

мăкăрт

выпятить. Хурамал. Çын тутине мăкăртса çӳрет (выпячивает губы, сжав их). Тюрл. Котне мăкăртрĕ ĕнтĕ (= уснул). Ib. Мăкăртма кайрĕ ушел до ветру. Орау. Мур ачине (сволочёнку) ĕç тума хушрăм та, кутне мăкăртса кăтартрĕ (в букв. см.). Ib. Кайса мăкăртам-ха пĕр кĕтессе... (пойти до ветру). Сĕт-к. Чĕчĕ çималла та, котне мăкăртат (не понятно). || Родить. Орау.

мăкăр-макăр

(мŏгŏр, мы̆гы̆р), подр. брюзжанью. Тюрл. Кăшт мăкăр-макăр тăвакан килте пурăнмаст, тет, вара вăл. СПВВ. ИФ. Пĕртте уçă çӳремест. Акă пĕр-пĕр çын вăрçать те, чылай çиленсе çӳрет, тата хăш вăхтăрта (= вăхăтра) илтĕнмелле мар хăй тĕллĕн ăшĕнче каллах вăрçса çӳрет. Тек мăкăр-макăр туса çӳрет, теççĕ. Ib. Сăмах-мĕн ан пултăр, урлă-пирлĕ сăмах ан пултăр вара, теççĕ. Пĕр пĕр йăпала парсан, е сутсассăн: мĕшĕн сутрăм-ши-мĕн (здесь „мĕн“ = и т. п.), тесе, ӳкĕнсе, урлă-пирлĕ е мăкăр-макăр сăмах тăваççĕ, çавăн пек чухне çапла калаççĕ.

мăкăрла

выпускать много дыма. Кан. Чĕлĕмне мăкăрларĕ. Арамĕ тăнă çĕре пĕр пӳрт тĕтĕм.

мăкăрлантар

понуд. ф. от мăкăрлан. Хорачка. Пĕре мăкăрлантартăм (покурил, подымил табаком). Изамб. Т. Хирте суха тунă чухне вут хуртса мăкăрлантараççĕ (подучается густой дым). N. Алăк умĕсенче, урамсенче тĕтĕм мăкăрлантарнă. || Пробирать. Кан. Анттиппăв кăнчелерте ӳсĕр йăваланса выртнă, саççетанине пынă членсене мăкăрлантарма тапратнă. Тюрл. Чим-халĕ, эп она мăкăрлантарам (проберу). Альш. Вăрă-тутара килтен, мăкăрлантарса, сыстарса, каларса ячĕç (задав страху). Хурамал. Ачасене хăратаççĕ: халь аçу çук чуне вылятăн та-ха; аçу килсен, мăкăрлантарĕ-ха (проберет)! теççĕ. Пшкрт. Эй, эп она мăкăрлантарса лартрăм! (изругал). Ib. Мăкарлантарса кăлар (выгнать). || Ехать быстро (поднимая пыль). Зап. ВНО. Мăкăрлантарса пырать. Ехать быстро. Ib. Вăл утсам патне мăкăрлантарса анчах карĕ. Ib. Пирĕн урампа пĕр çын мăкăрлантарса иртсе карĕ. || Пылить. Зап. ВНО. Çавра çил (вихрь) мăкăрлантарса вĕçет. Ib. Уя тухмалли те çук (нельзя выйти), тăман мăкăрлантарать (сильная пурга). Якейк. Лар та, мăкăрлантар анчах, кама пăхан.

мăкли

(мы̆кли), шишка, нарост на дереве. Мыслец. Мăклиллă йывăç. N. Чăрăш икеллине кирек епле хуçсан та, унăн татăкĕсен пĕр вĕçĕ путăк пулать, тепĕр вĕçĕ макли пулать. См. мăклĕ, мăкльă.

мăльă-мальă

подр. пьяному бормотанью. Шурăм-п. Пĕр туй арăмĕ тухать те, мăльă-мальă, мăльă-мальă, тесе шалалла тарса кĕрет.

мăн

(мы̆н, мŏн), большой. N. Унта мăн пулăсем нумай. Орбаш. Мăн — вообще большой (= пысăк). Ib. Пĕр мăй пӳрте кĕрсе кайрĕ (вешел). Б. Нигыши. † Мучи йăмри мăн йăмра. Н. Лебеж. Мăнĕ пур, кĕçĕнĕ пур, сăмсипе сывлан, кучĕпе шăван, пурте сăра ĕçме килĕр. КАЯ. Кăт лартăмăр-и, лармарăмăр-и, аннепе ват килемей кĕвентепе пĕр мăн (большую массу) тьыха аш йăтса килеççĕ. Ib. Килемей пур турăшсене тӳртĕн лартрĕ мăн çĕлĕкне сулахай хул хушшине хĕстерчĕ те, мăн çăкăра, умне тытса, алăк патнелле тăрса ак çапла кĕлтăва пуçларĕ. КАХ. Çак киреметсене пӳрне те сăрапа чӳклесе пĕтерсен, кайран вара хăй сĕтел çинчи мăн çăкăрпа пирвайхи кĕлле каласа чӳклесе тухаççĕ. (Тайăн сăра). N. Мăн сăмах.

мăнакка

то же, что мăнаки. Альш. Пĕр салтак хваттере кĕрет, тет. Унăн пилĕк пус укçи пур, тет. Мăнакка, çта хурас ку укçана? тесе калат, тет. Ib. Кунта пĕр карчăк манкапа салма çăрса ларнă. Ку ача ăна калат: мĕн ĕçлен мăнакка, тĕт. Карчăк калат: апла каламасан хыпăттăм пĕр çăтăттăм, тет. Н. Карм. Мăнакка аттен аппăшĕ, муж ее — ват йысна.

мăнкон пăтти

особое угощение (ката). Якейк. Мăнкон пăтти; первайхи кон, мăнкон конĕ, виç-тват, тват-пилĕк, пилĕк-олт и т. д. кил похăнса пĕр-пĕрин патĕнчен тепĕрин патне кайса пăтă çиса çӳреççĕ.

Мăн-кĕлен

назв. божества (тӳркĕлли). Янших. Б. Эй манăн кил-йышне чипер пăхса тăракан мăн-кĕлен! (мăн-кĕлен тесе тӳркĕллинĕ калат). Акă хăв умăнтах пасар кулаçĕпеле, пĕр хурăпа сана асăнатăп, витĕнетеп...

мăнлан

увеличиваться. N. Санар ăрашчаран пĕр Вăта-çуна тиекен çырмапа мăнланать.

мантай

(мы̆ндаj, мŏндаj), большой, крупный, неуклюжий, дюжий, дородный. Яргуньк. Пĕр мăнтай пуçлă çын (большеголовый) çакăнса тăрать (висит), тет. Ib. Иван ĕçленĕне пуçне касса татса мăнтай чул айне хучĕ, тет.

мăнтарăн

милый, ненаглядный; бедный, жалкий. N. † Ах, мăнтарăн уявĕ, нумай тăмĕ, час иртĕ. СТИК. Эй, мăнтарăн хĕвелĕ: ăшшине те парат, çуттине те парат. Якейк. Эй мăнтарăн апийĕ, пире нихçан та прахмасть-çке. N. † Эй мăнтарăн атте-апай, салтак парсах ватăлчĕç! Пирĕн аттен лашисем салтак турттарсах ватăлчĕç. N. Ай мăнтарăн — пиччей-инке. Ст. Чек. Эй мăнтарăн турри, мĕшĕн çак упăшкана пачĕ-ши! (Тарăхса калать арăм). N. Эй мăнтарăн аннем! Йӳç. такăнт. 17. Кашни кун вăрçаççĕ те çапăçаççĕ, мăнтарăн çылăхсăр чунсем. N. Эй мăнтарăн аннем! эсĕ мана, çак тĕрлĕ хыпса çунаканскерне, кам çине шанса хăвартăн-ши? (Гов. женщина). Пшкрт. Эх мăнтарăн варлийĕ, мана аплак пракăн-ши. N. Ай-хай мăнтарăнĕ, ай куккăшĕ! || Жалкий; заслуживающий сочувствия, жалости. Моркар. Мăнтарăн эсрелли, йăвăр ĕçпе сывмар çын пек полса йолнă. Шибач. Ах мăнтарăн, епле тӳсет-ши. Яжутк. Палумине çинă чух калать, тет: эй мăнтарăн аттийĕ, пĕр çынне те хĕрхенĕ-çке, тесе калать, тет. Орау. Мăнтарăн этемми, тем хĕн те курать. СПВВ. Ай мăнтарăн ачи (сожаление). Ib. Мăнтарăн, восклицание сожаления, любви. Ib. Ай мăнтарăн чиперри, хыптарать те çунтарать. Йӳç. такăнт. Тем çитмест ку ухмаха, ей-яй-яй, мăнтарăн ачи! СТИК. Эй мăнтарăн çынни! вилсе карĕ иккен! (Говорят, когда услышат весть о смерти). N. Амăшĕ ачине шеллесе: эй мăнтарăн ачи! ăçта кайса, ăçта çухалчĕ-ши? тет. Кан. Эх мăнтарăн тĕттĕм пирĕн чăваш хĕрарăмĕ! Сĕт-к. † Ати (scr. атте) кĕрĕк — сар кĕрĕк, хăвас килмеçт — хутараç; салтак шынил — квак шынил, тăхнас килмеçт, тăхăнтараç, ай мăнтарăн ĕмĕрĕ! Пазух. Ай-хай пĕр мăнтарăн, ай, телейĕ, çынна çити-çитми тăрать-çке. N. Эй мăнтарăн пурнăç çитейменни! Б. 13. Мăнтарăн çитмен пурăнăç: шăнать те çӳрет! См. ласко.

мăнтăрлан

жиреть. Сред. Юм. Ăйăр выльăх, пĕр мăнтăрлана пуçласан, пĕр вырăнта тăма пĕлмес вит ôлă. Букв. Хĕлле мăнтăрланать, çула начарланать. (Пусă валашки, колода у колодца). Ст. Чек. Ах турă, вăл мăнтăрланса шыçăнса кайнă, сысна пек. Ib. Сысна мăнтăрланса шыçăнса кайнă.

мăнтăрлат

откормить, раскормить. Курм. Орпа çитарса мăнтăрлатрăм. Перев. Сысна çурисем çитĕнĕç, вăсем татах вуникшер çăвăр çăвăрлĕç. Эпĕ пурне те çитерсе мăнтăрлатăп та, пĕр кĕлет аш тултарăп, унтан мĕн пур ашне сутса, пахча лартăп. Карĕ вара ырлăха (пойдет тут раздолье)!

Мăньнякасси

назв. улицы в Б. Аксу. (Мăньнякасси тесе, унта пĕр пуян Мăньня хушаматлă çын пур, çавăнпа каланă).

мăрлат

мурлыкать; ворчать (о кошках и собаках). Сред. Юм. Йытă мăрлатать. Ib. Вĕсĕн йытти пит усал, иртсе çӳренĕ чухне те пĕрехмай мăрлатса выртать. Ib. Кôшак мăрлатать. Ib. Кошак ачисĕмпе мăрлатса выртать. Ib. Иккĕш пĕр тĕле пôлнă та, кôшак пик ахаль мăрлатаç: мĕн çитмĕн-ха сире тăта. Ск. и пред. 15. Çав сĕтелĕн айĕнче хура кушак мăрлатать. Ib. 8. Хăй çăнăхлă тумтирне çапкаласа мăрлатать.

Мăрса-хăви

назв. леса. Кан. Враг. Мăрса хăви. Вăл хăвалăха чăвашсем тутарсене пĕр çук çул пĕр хуран яшкалла сутнă, тет.

мăртăк-мартăк

, хрупковатый. Зап. ВНО. Мăртăк-мартăк, хрупкий. Ib. Мăртăк-мартăк çулпала пырать пĕр çын утпала.

Мăстай-кĕлли

назв. урочища. НИП. Мăстай-кĕлли Кив-Ӳсел панче. Унта шур лашапала шур тумтирлĕ çын хĕçпе пăшалпа курăнат, ылттăн йĕнерпе, теççĕ, Мăстай-кĕлли питĕ чаплă кĕлĕ пулнă, хăраса пурăннă чăвашсем. Пĕр чăваш хурăнĕсене касрĕ те, вилчĕ; çав вĕлерчĕ, терĕç вара. Ib. Мăстай кĕлли — Кив-Ӳсел патĕнче тĕлĕкре шурă лашапа йĕнерпе курăнат. Ăна хăшĕ: хусах пулнă, теççĕ, хăшĕ: мăкшă пулнă, теççĕ. Унăн хурăнĕсене нумай пулмаст касса пĕтерчĕç, тет.

мăчлат

мигать. N. Вĕсем (звезды) пĕр чарăнмасăр мăчлатса тăраççĕ.

мăшла

сопеть, дышать носом. Актай. Пĕр вăрри: çак пӳртре çын мăшлани илтĕнет, тесе каларĕ, тет.

мăш-маш

подр. порывистому дыханию. Ау 14. Ак пĕр ула пычĕ, тет те, мăш-маш туса сывлакаласа тăрат, тет. || Сред. Юм. Ах тор, ăсĕн килинче пôрнасси: пĕр-пĕринпе мăш-маш! çиç тăваççĕ (живут не в ладу). || N. Пит сывă юлатăп, мăш-маш пулман-ха, пушкарап-ха.

мăшăр

(мы̆жы̆р, мŏжŏр), пара; парный. N. Пĕр мăшар лаша. N. Пĕр мăшăр çăпата. N. Эпĕ халь икĕ мăшăр атă ватрăм. N. Кашкăр кашкăр хыççĕнех каять, теççĕ, упа упа хыççĕнех утать, теççĕ, пурте хайпăр хăй мăшăр пулать, теççĕ. Сборн. † Мăшăр кайăк чĕппи хăй юлташне çĕтернĕ. Ib. † Мăшăр пăчăр чĕпли ниçта каясса пĕлеймест. Манăн аттепе анне хĕрĕ ниçта каясса пĕлеймест. (Хĕр йĕрри). М. Тув. † Мăшăр-мăшăр хур-кайăк какăлтатса пыраççĕ; мăшăр-мăшăр хĕрпе каччă пăшăлтатса пыраççĕ. Чуратч. Ц. Пирĕнпе пĕрле вылляс мăшри çук, вăл вăя мăшăрлăн анчах вылляççĕ. Регули 1041. Прер мăшăршар (мăшăр) илтĕмĕр. N. Мария пур тĕлĕшрен те упăшкине тан мăшăр пулнă. Шемшер. † Эпир килтĕмĕр мăшăрпа, хамăр килтĕмĕр толтартмăр. К.-Кушки. Эпĕ унта алса çухатрăм мăшăрĕпех. || Супруг(а). N. Эсĕ çумри мăшăр пулсан та, кĕпе ыйтсан, сик тух та, кĕпине пар, тенĕ. Ст. Ганьк. † Мăшăрсăр пурăнма юрамасть, эп тухмăттăм çичĕ юта. Альш. Хĕр тумланат та калат: эсĕ ман мăшăрăм пулмалла, тет. Каша. Çакă кăна ялта матур пур, юрамĕ-ши мана мăшăра. АПП. † Хамăрпа пĕрле ӳснĕ сарă хĕр юраймĕ-ши хама мăшăра. Бел. Гора. † Пĕр пуянăн хĕрĕ эп, ырă хуçанăн кинĕ эп, ырă тиекĕн мăшăрĕ (пуянсен юрринчен). N. Мăшăру твой супруг. Туй. Мăшăрпа ватăлаччен пурăнмалла пултăр. Ст. Ганьк. † Чун çуралса ӳт ӳссе мăшăрсăр пурăнма юрамаст. Йӳç. такăнт. 50. Манăн мăшăрĕ пурне те тĕрĕс каларĕ. N. Хам мăшăра халат тăвăр (сделайте моей жене). Ерк. 79. Мĕн пулчĕ? — Пĕлме çук, мăшăр хушши — услам çу.

мăшкăлçă

(-з’ы̆), насмешник. Чăв. й. пур. 17. Ăна мăшкăлçăрах çынсем пĕр тапхăр хăратнă. Ib. Тата пĕр мăшкăлçăрах Çимун ятлă çын пулнă.

мăшт

(мы̆шт), подр. умолканью. N. Йĕчĕ-йĕчĕ те, мăштах пулчĕ. Плакал довольно долго, а потом даже не слышно стало. N. Çав тĕрлĕ çĕмĕрлекен Новгород мăштах пулса тăнă. Сред. Юм. Манпа пĕрехмай лăкăртатма хытланать, пĕр-ик сăмах каларăм та, мăштах пулчĕ. Баран. 61. Левшин хуттăрĕнче мăштах пулнă. Ib. 8. Пурте мăштах тăраççĕ. N. Мана курсан пурте çĕлĕк илчĕç те, ман тума курса, пурте мăштах пулчĕç. СПВВ. Мăшт пулчĕ, замолчал недовольный. Тюрл. Мăшт туса çӳрет. Не говорит, сердится, дуется. || Подр. выражению недовольства, презрительно-пренебрежительного отношения. Тюрл. Пирĕн пекки патĕнчен мăшт анчах иртсе каят.

Мĕлĕш

назв. д. Ходяковой и Павлушкиной, Алик. р. Изванк. Пирĕн ялтан çич-сакăр çухрăм пулĕ, пĕр Мĕлĕш ятлă ял пур. Торп-х. Мĕлĕш хĕрĕ мĕшĕлти.

мĕлхе

(мэ̆лгэ), изображение, образ, фигура, отражение, тень. М. Ăнтавăш. Мĕлки курăнать. Видно его отражение (напр. дерева в воде). ГТТ. Мĕлке, тень, как изображение на земле. Поэтому это слово не вполне соотв. русскому тепь. Ib. Йывăç мĕлки ӳкнĕ. Ск. и пред. 37. Мĕлке ӳкерсе, кайăк явăнать (отражение в реке?). Сунт. Пăртак тăрсанах, анакан хĕвелĕн хĕрлĕ çуттинче тем пысăкĕш мĕлкесем туса армансем çунаттисене наянăн çавăрма пуçларĕç. Кан. Тата траххом мĕнле пуçланса пынине, вăл куçа мĕнле сиен туса пынине ăвăсран (из воска) тусă мĕлкесем çакса, пасар халăхне кăтартса нумай ăнлантартăмăр. Шел. II. 62. Тĕррисем çинче мĕн-мĕн кăна тĕслĕ чечексемпе курăксен, хурт-кăпшанкăсен мĕлкисем çук-ши! Шел. 58. Пăхсан, мĕлке курăнать лапаткисем, акисем. Ib. 32. Пăхсан, мĕлке курăнать çут кĕленче урайĕ. С. Алг. Йыт сассупа ан çӳре, мĕлке пулса ан хăрат, кăмака çинче йынăшса ан вырт (говорят покойнику). N. † Чĕнтĕрлĕ чиркӳ сăр (= сăрт?) çинче, унăн мĕлки Самар шывĕ çинче. СТИК. Мĕлки пур та, ĕçре темле! Смотреть (лошадь) ничего, да какова будет в работе! КС. Шыв çине çын мĕлки ӳкнĕ. Ib. Шыва ман сăн ӳкнĕ. Уралка. Мĕлке — картина; мĕлкелĕ кĕнеке. N. Ман ĕмĕрĕм мĕлке пек анчах иртсе кайрĕ. Бугульм. Мĕлке — образ? Ib. † Хамăр савни аса, ай, килсессĕн, мĕлки ӳкрĕ хам умма. Собр. † Шыв хĕрринче пилеш пиçет, çупкамĕ мĕлки шыва ӳкет. Н. Лебеж. Умне-хыçне куç кĕски ларттарать, хăй мĕлкине лăйне кăтарттарать. Ib. † Хусан хули ту çинче, ӳкеетĕ-çке мĕлки шыв çине. БАБ. Авăн картине пĕр-пĕр уллахрах çĕре каяççĕ те, юр çине выртса мĕлке тăваççĕ (отпечаток, изображение. Гадание на „çĕнĕ çул каç“). N. Пăлтăри умĕнче, пӳрт кĕтессинче пӳрт çӳлĕшĕ çын мĕлки тăрать, тет. Юрк. Пĕртен пĕр ывăл ачи пурччĕ, вăл та пулин ухмахчĕ, çын мĕлки пулса кăна пурăнчĕ. Ib. † Урампа иртсе пыраттăм, кĕленчене çапнă мĕлкĕрсем. N. † Урамăрсемпе иртнĕ чух курса иртрĕм санăн мĕлкене. С. Тим. † Савни, санăнпа манăн сăн-сăпатсем ик сумлăх куçкăски мĕлки пек. Орау. Шыв çине ту мĕлки ӳкнипе леш енче мĕн пурри курăнмасть. N. Мĕлкӳ путасси! СТИК. Мĕлке тăвас, делать фигуру человека на снегу. (Лягут на мягкий снег на спину, растопырят ноги и руки, тогда получается фигура человека). || Портрет, фотограф, снимок. Ст. Чек. Ун чухне вăлă мана çыру янăччĕ, вăл çырура салам янăччĕ, тата хăй мĕлкине çаптарса янăччĕ. N. Манăн санăн мĕлкуна кураясчĕ. || Чучело. Чураль-к. Мĕлке = милке. МПП. Мĕлке= ĕмĕлке.

мĕлле

то же, что мĕнле. N. Вăлă пире мĕллине татах каласа пачĕ. Он обьяснил нам в чем дело. Актаи. Çиякан мĕллескер-ши? (кто это у нас съедает)? тесе, пĕр канаш тăваççĕ, тет.

мĕлтĕртет

мелькать. N. Пирĕн чӳречерен шăши куçĕ пек çутă мĕлтĕртетсе курăнать. Альш. Пĕр çыннăн анчах пĕр хăй çути мĕлтĕртетсе ларат, тет.

мĕн

(мэ̆н, мэ̆н’), что? К.-Кушки. Мĕн çисе ларатăр? Что это вы едите? СПВВ. ТА. Мĕн полтăртататăн? (= мĕн кирлĕ мара калаçатăн). Ib. Мĕн сослан = мĕн шавлан. Синерь. Амăшĕ: мĕн пăхса çӳремелле? тесе каларĕ, тет. Мать сказала: чего тут возиться (проверяя хозяйство, т. е. нет надобности проверить его). СТИК. Мĕн кунта шăнса вилес тетнем,— атя пӳрте. Что ты хочешь замерзнуть? Идём в избу. Ib. Мĕн вара эсĕ мана ун хуçĕнчен пăхса тăмалла тăвасшăн-им? (Возражает так уверевно, и с сознанием своего превосходства). Ст. Чек. Мĕн пур-ши унта кайса, мĕн пур-ши, шав унта кайса ларан? Зачем ты туда повалился, что ты там нашел интересного? Ib. Мĕн тупрăн эс унта? Что в нем хорошего? Ib. Мĕн тупрăн вара ку вăйăра? Какой интерес для тебя в этой игре. Альш. Ĕмĕр тăрăшĕнче мĕн тухса мĕн килмес. Орау. Якур пичĕш патне натьăк (натяг) илме каяп, терĕ; натьăк мĕн-ши вăл? Что бы это такое было? (задумываясь о предмете, и этим заставляя другого высказать, что это такое). Ib. Виçĕ эрне мĕн вăл (какая важность три недели), ак ман пек улт-çич уйăх ларса пăх, вара пĕлĕн. Ib. Мĕнтен пит ăслă вара вăл? Чем же он умен-то? В чем же виден его ум? Юрк. Вырăсла кĕнекене вуласан та, чăвашла вăл мĕнне пĕлместĕм. Ib. Пăшал сассине илтсен, салтакĕсем, ытти улпучĕсем пурте кĕсем патне чупса пырса: мĕн пулчĕ те, мĕн пулчĕ, мĕншĕн пăшал петĕр, теççĕ. Сред. Юм. Мĕн калан ĕнтĕ (или: мĕн каласси пôрччĕ ĕçке те...). Очень хорошо бы было, но .. Ib. Мĕн алласа çӳрен тесе, пĕрмай килĕрен килле кайса йăмахласа ларакан çынна калаççĕ. Ib. Мĕн тăвас-ха? (Пырса кĕрекен çынтан çапла ыйтаççĕ). Никит. Кайсан та мĕнех тăвать мана. Что особенного он мне сделает, если я и уйду. Изамб. Т. Усаллăх çинчен мĕн калатăн. Ĕлĕк пирĕн хамăр хушшăмăрта та, тарçă тытсан, ăна сăмсипе çĕр сухалаттарасса çитнĕ. Байг. † Сăрă чечек мĕн паха! Аппапа йысна пит паха. С. Айб. Çын ачисем пире çиеççĕ, хăйсем мĕн курасса пĕлмеççĕ. N. Мĕнтенех (в каком откошении) пит аван вара сан сĕллӳ? Шурăм-п. Эх, Петĕр, кĕçĕр мĕн курман пулĕ эпĕ, итлессӳ килет-и, каласа парам. Собр. † Леш айăккине юр çунă, ку айăккине мĕн пулнă; ах аппаçăм (çавă пур), качча кайма мĕн пулнă. N. Мĕн-пулса кяйĕ ĕнтĕ. Что будет уж. Баран. 120. Ем-ешĕл ешерсе ларакан йывăçĕ (картинное выделение из ряда деревьев) мĕн тăрать! N. Вăл мĕнтен пуйса кайнă (вилнĕ)? Икково. Мĕн пăруларĕ: тына-и, мăкăр-и? В. С. Разум. КЧП. Вĕсем хăйсем мĕн калассине каласа пĕтерсен, пирĕн Педтехникумра вĕренекенсем тапратрĕç калама. Тяптяево. Мĕн хăрамалла, кам пирĕн хыççăн килмелле? Чего нам бояться? Кто вслед за нами придет? (т. е. никто). Орау. Халь татти-сыпписĕр çăват те, унтан пĕр-ик-виç уйăх çăмăр пулмасан мĕн тумалла (как быть тогда). N. Унта мĕнсем сутаççĕ? N. Кĕсем мĕнсем? N. Мĕн калас-ха? N. Мĕн каласшăнччĕ-ха? N. Эсĕ мĕн ыратса выртатăн? Регули. 131. Вăлсен поплени мĕн пор онта. Ib. Мĕн вăлсам вăрманта шыранине эп килте топрăм. Ib. Мĕн шыраманнине топрăм. N. Эс мĕнне çухатрăн тата? N. Мĕнӳпе мухтанмаллăх пур сан. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн пĕлес пулать; çынсем епле тата мĕнтен сивĕрен пăсăлса чирлеççĕ-ши? Ала. Мĕн тусан шыв тухат унта, тенĕ (в безводной стране). ЧС. Çынсем çавăнта пыраканĕ пĕри: ку мĕн те, ку мĕн? тесе, пĕри пĕринчен ыйтаççĕ. Чăв. й. пур. 26. Якку каланă: эпĕ мĕн пĕлекен çын? Бес. чув. 13. Эсĕ мĕн капла? Эпĕ сан çине пĕрре те çилленместĕп. Изамб. Т. † Туйăн илемĕсене, ай, мĕн кӳрет? Мĕн выляни-кулни, çав кӳрет (все, что веселит). Баран. 88. Асту-ха лерелле, мĕн хури курăнать унта? N. Мĕн ача турĕ: ывăл ача-и, хĕр ача-и? N. Мĕн пăру туса пачĕ? Утăм. Мĕн мура ямшăксем тытатăн? || Что (относит.). Сунт. Мĕн пулса мĕн килĕ ĕнтĕ. Тавай çул çине валли укçа тăвас. N. Мĕн пулсан та пулĕ, что будет, то будет. Синерь. Мĕн пулин пулĕ (что будет, то будет), ати хушмарĕ те, кайса пăхас-ха (попробую пойти). СТИК. Мĕн тесе-ха вăл пит час карĕ! Что ему вздумалось уехать так скоро. Ib. Ун пек чухне вара мĕн каласан та хĕрсем кăна калаççĕ кĕвве. СТИК. Мĕн каланă сăмах вырăнлă пултăр. Все, что сказано, пусть возымеет силу. Чебокс. Мĕн пулни пулать, кĕрес терĕм те. Коракыш. Эпĕ тăта мĕн пĕлеп! Я знаю еще одну вещь! Ст. Айб. Мĕн пасарин пасарĕ, шур пушăт йывăççи пасармасть. (Ĕне мăйракисем). ||Соответ. русск.: что бишь. С. Дув. Мĕн çук манăн: ĕнер пуснă такам пур, паян пуснă мĕнĕм пур. || В знач. вопрос. частицы, соответ. русск.: что ли ли. N. † Алăк ум вĕçĕнчи ват хурăн: кăçаллăха ларнă пулсан, пуртă витмĕ терĕр мĕн? N. Вăл вĕренме кĕчĕ-и мĕн? N. Вăл кайрĕ-и мĕн? Вăл кайрĕ-им, кайрим? || Что за, какой. СТИК. Паян мĕн пăраçник? Какой сегодня праздник? (простой вопрос). Ib. Паян мĕн пăраçникĕ! Какой еще сегодня праздник! (отрицание и удивление). Толст. Ку мĕн сасси? Что это за шум? Пшкрт: шоj ҕэ̆рмӓ сиβэ̆ полы̆;— мэ̆н сиппм? (или: мэ̆нӓшкӓл сирβэ?),— нимдӓ сиβэ̆ мар’. Регули. 935. Мĕн ĕç он? Мĕн кон килĕ. Ib. 934. Эс кам конта? Эс мĕн çын конта? Ib. Эп тытрăм полсан, сан мĕн ĕç? N. Кĕсем мĕн япаласем? Это что за вещи? Синерь. Эпĕр сута каятпăр тенĕ? — Мĕн сутне (на какой суд)? тенĕ. Орау. Мĕн мĕнĕ тата? Что еще за „что“. N. Хутаçра пĕр виçĕ тенкĕ укçа пулас пулатьчĕ-ха. — Мĕн виç тенки пур унта? Орау. Мĕн вăййи вăл? Что за игра? Ib. Мĕн вăййи вăл! Пĕрне пĕри кӳп те кӳп тутараççĕ. Качал. Яхуне çырмине çитрĕм те, тăкăнчĕ карĕ: мĕн сăян? — Какуй сăян, пухрăм та çур пăт пулчĕ. N. Мĕн çăнăхĕ? Мука из какого жита? Ст. Чек. Анне, улма пур-и? — Эй, ухмах! Мĕн улми унта тата! Ib. Мĕн сивви; мĕн нумайĕ мĕн кунта (какое...). Ib. Мĕн аван япала пăссăрĕ (= пăсрĕ)! Средн. Алг. Хурану пĕчĕкçĕ пуль? — Мĕн пĕчĕкçине калан, пĕр кӳлĕ шыв çитмест. АПП. Упа, çак кашкăра тыт, тенĕ. Упа каланă: ăна тытма мĕн ĕçĕм пур. Чуратч. Ц. Кирĕк епле чире çаклансан, вăсем шухăшлаççĕ: мĕн турри çиленчĕ-ши? теççĕ. Сунчел. Качаки каланă: ăна çиме мĕн ĕç пур (= мĕне кирлĕ). Сред. Юм. Мĕн хыпар пôр-ха, или: мĕн сас-хôра пôр? Что нового? Ib. Мĕн çынни, мĕн арчи, мĕн кĕнеки. Ib. Эп выллянинче сан мĕн ĕç пор. В том, что я играю, тебе (вам) какое дело. Ст. Янсит. Вĕсене эпĕ акă мĕн ĕçре час-часах пулăшрăм. Янтик. Мĕн япала ку сан? Якейк. † Он çиленме мĕн ĕç пор, он пыççине çыхмаспăр. N. † Ял варĕнчи сăрлă юпи мĕн нушташăн ларать-ши, аттен хĕрĕ-сарă хĕрĕ, мĕн нушташăн çуралнă-ши? П. Пинер. † Алкумĕнчи улма йывăççин улми пулманни мĕн усси. || Как. Çĕнтерчĕ. 54. Ех! мĕн савăнса пурăнмасть çав Якур. Ib. 52. Ах, мĕн савăнса çӳремеççĕ çав ачасем! || Зачем, почему, по какой причине. Çĕнтерчĕ. 19. Мĕн янрашатăр эсир паян? Орау. Мĕн юпа пек тăран, кил кунта. Ib. Мĕн мĕреленсе (= наянланса) пыран, ут хăтăрах. (Идет вяло, тихо). Юрк. Ку укçăсене мĕн хам алăра тытса тăрам. N. Тавăрнса, мĕн апая ятлаçтарса порнас? || Сколько, почем. Бр. п. водку 8. Анчах уншăн сăмаххи сăмаххийĕ мĕн тăрать. Но как он дорого ценит каждое свое слово! (т. е. он не разговорчив). Баран. 226. Мĕн çӳрес пеккине çӳресе пĕтереççĕ те, пусма тăрăх улăхса çӳлелле тухма пуçлаççĕ. N. Эй мăнтарăн Прăски, мĕн салтак усатрĕ. N. Мĕне илтĕн, почем купил. Трхбл. Мĕн сысна чике-чике пĕтерчĕç, мĕн чăхă пуса-пуса çирĕç. Регули 939. Мĕне патăн? — Сома патăм. N. Пасартан килсен, пĕр кӳрши ун патне пырать, тет те: ырашна мĕне (почем) сутрăн? тесе, ыйтат, тет. Юрк. Сирĕн тухйăр кĕмĕллĕ: мĕне тăрат кĕмĕлĕ? Сред. Юм. Мĕн ĕмĕр порнатăн (долго находился, когда как обещался прийти скоро). N. Лашасене мĕн кайнă таран ятăмăр. N. Мĕн сахал тесен те, 500 тенкĕ кирлĕ. Панклеи. Ачан мĕн пырнăçемĕн çол хĕсĕнсех пырать. Чем дальше идет, тем... Н. Лебеж. † Мĕн вăрăм-хывлăшă м, ай, кĕскелчĕ. Бел. Гора. † Мулла мечĕтĕ мĕн çӳл мечĕт. || Весь. Альш. Çапла мĕн ĕмĕрне чăвашран ирттереç, авланма каяç те, кил курма çӳреç (портные). N. Этем мĕн пурăнас кун-çулăн хисепĕ çук. Чхĕйп. Чăвашсен мĕн пĕлнĕ ĕçĕте ак çакă анчах пулнă (вот все то, что они знали. Далее идет пер ечисление того, что они знали или умели). || Иногда переводится сл. каждый. N. Кукша мĕн хупараканне (каждого, который влезал касса пăрахат, тет. Çапла пурне те касса пĕтерчĕ, тет. Панклеи. Хĕр вăрă-хорахсен хĕçсене илсе мĕн кĕрнĕ вăрă-хорах поçне касса тăнă. Чхĕйп. Вара унта ĕçме-çима мĕн пыракан пурте çапла асăннă (поминали). N. Мĕн турттарса пынă ăлава çавăнтах тăкаççĕ те, салагса пĕтĕреççĕ. N. Мĕн пынă çын çавăнтах ĕçлеме тытăнать. Коракыш. Манăн лашасем селĕм пултăрччĕ, эпĕ вара мĕн çул çӳрекенсене ĕçе-ĕçе хăварăтăм. || Иногда употребл, в знач. самый. Альш. † Çак юрăсене юрлама мĕн кĕçĕнтен пуçтарнă ăс кирлĕ. N. Акă кăçал каллах мĕн çуркуннеренпе çумăр çумасть. N. Мĕн пĕчикçĕренех. Сборн. по мед. Мĕн халичченех. N. Якурпа шăллĕ мĕн каç пуличченех ĕçлерĕç. Кубня. † Эпĕр мĕн кĕçĕнтен туспала, пире çын çимесĕр мĕн тутăр. Ал. цв. 20. Вăл мĕн пурăннăçемĕн шурă мăрамăртан тунă пӳлĕме час-час çӳрет, хăй хуçине лайăх сăмахсем калать. || Оказывается. Т. VII. Ах турă, атте! пылпа кулачĕ пит тутлă мĕн. N. Эсĕ пит усал çын-мĕн. Ачач 71. Хăшпĕр юратнă çынсем, тантăшсем пулмасассăн, чăнахах та Тимуш пӳртрех лармалла мĕн. ЧС. Вăл çуртсем çунас та çук мĕн те, насус час килеймен. Сятра. Вăл чоашла лайăх пĕлет мĕн. Толст. Вăл иккĕре анчах пулнă, утма та тин анчах вĕреннĕ мĕн. Утăм. Тăлăха питрех те мĕн асап çынлăха кĕмешкĕн çĕр çинче. Якейк. Çораличчен çоралманни лайăх мĕн. Урмай. Чипер мĕн те, аки мар, хӳри пур та, шăши мар. (Çарăк). N. Иçăм çырли пахчинче çырла пиçсе ларнă мĕн. N. Юман çинчен пĕр çăхан çапла калать мĕн кăна. N. Пирĕн пуçран нуша иртиччен выртаяс мĕн аннен кăкăринче. НАК. Çавна курсассăн, эпĕ леш йытă чăнахах усал пулнă мĕн-ĕç, терем. Увидев это, я подумал, видно, эта собака была на самом деле нечистый дух. N. Шăналăкра сакăр хĕр, саккăрĕш те сарă мĕн, эпĕ илесси хура мĕн. Орау. Паян пасарта хăма йӳн пулнă, тит. Ăна пĕлнĕ пулсан, пасара каяс мĕн паян. Сборн. по мед. Эх, пулать мĕн çын та: хĕп-хĕрлĕ, нар пек, çапçутă сăн-сăпатлă, вырăс пек. Ну и бывают же люди, румяный как „яблоко“, белый как русский. М. Васильев. Лашисене хайхисем çаран çине яраç те, канма выртаç мĕн хăйсем. Н. Лебеж. † Ешĕл хырă çинче чăпар кукă (кукушка) ян ярать-çке мĕн аслă вăрмана, янра юлат мĕн аслă вăрманĕ. Б. Хирлепы. † Атте ывăль пуличчен шăмат кĕпçи пулас мĕн, пĕр хĕр татса çитăр мĕн. Кан. Ку вăрсене (семена) пирĕн те туянмаллаччĕ мĕн. Лашм. † Тăшмансем килессе пĕлнĕ пулсан, хываяс мĕн (кĕпер) çатăркаран, пусмассерен путса антăр мĕн. N. Йăваланса тăрсассăн, ну чавать мĕн тымарне. Изамб. Т. Упаç: масар çине шыв сапас, тет мĕн. || Употребл. для выражения обобщения. См. Оп. иссл. чув. синт. I. Истор. Арçынни-хĕрарăмĕ мĕнĕпех юланутпа çӳреме лайăх вĕреннĕ. N. Ăшăк сухаланă çĕрте вăйлă çăмăр çусассăнах, шăтса тухман тырра çерем мĕннипех юхтарса каять. Латыш. Навусне ачи мĕннипех шăпăр шăтăкне тăкать Никит. Арчă мĕнсене эпĕ сотса ятăм. N. Эй атту мĕнĕ, ахалех тăхăнтăм, çăпата сырас мен. Байгеева. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Чăв. й. пур. 9°. Пухура мĕн те çынсем тепле вăрçа пуçласан та, тӳпелеше пуç ласан та, вăл Микка, унта пулсан, çапах чарнă. Регули 162. Çав кĕпе ĕçлени мĕнĕпе (мĕнпеле) виç сом тăрать. НИП. Хурăнташсем мĕнсем. Альш. Çисен мĕн тусан хĕрсем çурçĕр вăхăтнелле килĕсене таврăнаççĕ. Ib. Тепĕр кун пек, мĕн пек иртсен, каллех хулана тырă тиеççĕ. Шурăм-п. Килях малалла ирт, тесси мĕнни пулмарĕ. N. Вĕт çăмар мар, мĕн те мар, хура халăх куççулĕ. Ала 86°. Тепĕрне (сосну) тăпăлтарса кăларчĕ, тет те, тепĕр çур хули мĕнĕпе ывăтса ячĕ, тет. Чăв. й. пур. 16. Çав Пайтукан хăй патне пупсем мĕнсем пырсан, е пĕр-пĕр вырăс мĕн пырсан, хăй туха-туха тарса арăмне: епле те пулин калаçкаласа ăсат, тесе, хуша-хуша хăварнă. N. Эй анне, епле каяс вутă касма: манăн лаша та çук, мĕн те çук. Юрк. Çапла пайтахчен ĕçсен, хăй татах ӳсĕр те пулат, мĕн те пулат (и пьяным бывает и пр.). Ib. Пуян çын хĕрне илес тесен, авă çавăнне илĕпĕр; епле хĕрне курнă мĕн пур-и? Ib. † Пӳртĕмĕрсем шурă, саккăмăрсем сарă, эпир тухса кайсан пушă юлĕ, пушă та юлĕ, мĕн те пулĕ, кĕре-кĕрсем тулли чш (= шăп) пулĕ. Ib. Каласа пăхасси мĕнĕ, эсир тăрăшăр. Что, что вы поговорите — вы постарайтесь (т. е. не ограничивайтесь одними разговорами с кем-то, а действительно постарайтесь). Ib. Мĕнпе тӳрлетесси мĕн, эрехпех тӳрлететĕп, тет. Сам. 60. Пĕтрĕм эп те... пурнăç путрĕ, уяхран мĕн ӳк те вил!.. Орау. Лаша пăхма мĕн кайсан, йĕвенне ан çухат; тен кунта хăваратни. Ib. Вăл пĕр вăтăр пиллĕке мĕнелле çитнĕ пулĕ ĕнтĕ. Байгеево. Вăл пасара кайсан мана валли кулачă мĕн яланах илсе килетчĕ. Никит. Чăнахах ĕнтĕ морĕ (мор) килес мĕн пулсан нăмайĕшĕн выльăхсене вĕлерсе тухса кать-çке (= каять-çке). Ib. Сборн. по мед. Ялта урама пӳрт çумне мĕне, урам варрине юпа çумне мĕне. Сред. Юм. Канлĕ вăхăт таврашнелле мĕнелле килсе çапăн эс кôнталла (наведайся). Сам. 30. Этем çке мĕн эп те! терĕ вăл хăйне. N. Мĕн тăвасси мĕнĕ (что делать-то мне), акă? вĕрен явса çак пĕтĕм кӳле çакса вĕретес тесе калатăп. N. Вăл хăйăр тĕмисем çинче курăк мĕн нимĕн те ӳсмест пулĕ çав, терĕм эпĕ. Мĕн курăк ӳсессине калатăн (т. е. какой тут расти траве, ничего не растет).

мĕнех

что еще. Шурăм-п. Пĕр çур сехет иртрĕ. Мĕнех! ура сасси илтĕнет. Ib. Турпас тăкнă вар тĕлне çитрĕ. Мĕнех? ши-ит!... шăхăрать. N. Тохрăм кайрăм ой корма, ик сар лаша вăрçаççĕ; вĕсене мĕнех çитмен поль, ойри калча çитмен поль. Утăм № 1. Антох хам çинчен, мĕнех калам.

мĕн пор-çок

все имущество, все. Панклеи. Ман мĕн пор-çок шу та пăр (= пĕр) стакан анчах. Сред. Юм. Йытăсĕм кăçта килчĕ онта, мĕн пора-çока шăршласа çӳреççĕ.

мĕн тума

зачем; почему; по какой причине; с какой целью. N. Хăрма та, мĕн тума хăрччăр вĕсем? Эльбарус. Эсир мĕн тума çойăхаттăр çав таранччен. Шинар-п. Унтан пĕр мулкачи каларĕ, тет: эй ачасем, пирĕнтен те хăракансем пур, пирĕн мĕн тума вилес терĕç, тет.

мĕнĕкке

что-то, вещь, вещичка. СПВВ. ТА. Мĕнĕкке парăп = пĕр япала парăп. (У др. пĕрĕскер парăп).

мĕнлетлĕ

основательный, серьезный, солидный, твердый. СТИК. Ай-ай пит мĕнлетлĕ япала ку, пымалла (хорошая вещь, подходящая на вид, красивая). Ib. Пит мĕнлетлĕ лаша (красиво сложена и вообще красивая во всех отношениях). || В наречн. см. ЧС. Халĕ мĕнлетлĕ илсе ярăр пĕр сурăх. Ст. Чек. Мĕнлетлĕ çых, основательно, крепко свяжи. Ib. Мĕнлетлĕ шыра. Ищи как следует. Ib. Мĕнлетлĕ = шанчăклă. Ib. Мĕнлетлĕ ту (ĕçле, çых, крепко, надежно, как следует). СПВВ. Мĕнлетлĕ, твердо.

мĕрес

наследство; богатство, добро, состояние. СПВВ. МА. Аслашшĕсенчен авалхи пĕр-пĕр япала юлсассăн, ывлин ывлисем: асатте мĕресĕ, теççĕ. СПВВ. Мĕрес япала, пурлăх. Сред. Юм. Асатте мĕресĕпе порнатăп — асаттерен йолнă порлăхпа пôрнап тени.

мĕтĕç

(мэ̆дэ̆с’), бабка, козон. V. S. Арзад. 1908, 44. Эпĕ 18 мĕтĕçе З ачана пĕр пек уйăрса патăм. Кашни ачана миçе мĕтĕç лекнĕ?

мĕшĕл

(мэ̆жэ̆л’), подр. движениям. Кан. Икĕ çул хушшинче мĕшĕл те сикленмерĕ: пĕр пуху та тумасть, нимĕн те ĕçлемест. || Подр. медленному движению. Сред. Юм. Пăйтă мĕшĕл-мĕлĕл тăвать. СПВВ. Мĕшĕл-мĕшĕл тăвать; мĕшĕлтетет, мĕн мĕшĕлтететĕн. Ск. и пред. Ларать старик тĕпелте çăпатине сапласа, ват ал-ура йĕркипе мĕшĕл-мĕшĕл маташса.

мĕшĕлтет

(-дэт), медленно двигаться; копошиться. Хурамал. Пăйтă мĕшĕлтетсе кăна утать. КС. Мĕшĕлтет, производить небольшие движения. Сред. Юм. Мĕн пыйтă пик мĕшĕлтетен, çав кăлт ĕçе те ĕçлесе пĕтерместĕн кô таранччин. Чем люди живы. Чавсавайран иртсен, каялла çавăрăнса пăхать те, хай çын тăрса ларнă, мĕшĕлтетсе ларать, темĕскер тинкерсе пăхнă пек хăй. Ир. Сывл. 30. Çав мĕлкесем хыçĕнчен пĕр вĕçĕмсĕр пĕлĕтсем мĕшĕлтетсе пуç йăтаççĕ. СТИК. Мĕн мĕшĕлтетсе ларан çав япалапа, тытасчĕ тăвасчĕ ак çакна! (Мешĕлтетсе ларат тени — темĕскер аппаланса, нимĕн тумасăр пуç пăхса, е чĕрне чаваласа ларнине калама пулат). Ст. Чек. Тек мĕшĕлтетсе çӳрет. Хорачка: мэ̆шэ̆лдэтсэ сӧрэдэ̆н чазрак туас э̆зэ. Йӳç. такăнт. 7. Пĕтет-и сан паян мĕшĕлтетесси? Сунт. Хватейсенсте лартса станцăран аран-аран мĕшĕлтетсе тухса кайрĕ. СТИК. Пӳртре ватă старик пур, тет, карчăкĕ тĕпелĕнче мĕшĕлтетет, тет. Н. Чукалы. Хĕрт-сурт кăмака айĕнче пурăнат, теççĕ, çав хĕрт-сурт кăмака айĕнче мĕшĕлтетсе тăрсан, çав çуртра лайăх ырă пурăнассине пĕлтерсе мĕшĕлтет, теççĕ. N. Аран мĕшĕлтетсе, пĕр сиккеленмесĕр пекех пурăнаççĕ. Ск. и пред. Йăкăр-йăкăр хĕр утать, мĕшĕлтетсе карчăк пырать.

мĕшĕн

(мэ̆жэ̆н’, мĕн+шĕн), зачем, для чего. N. Тилĕ калат: эпĕ мĕшĕн килтĕм: пирĕн ялта пĕр пуян ача пур, вăл авланасшăн, çавна валли хĕр курма килтĕм те, эсĕ памăн çав, тет, патшана. Халапсем 31. Мĕшĕн апла? — Мĕшĕн мĕнĕ, миçе уйăх килтĕм, тата темиçе уйăх утмалла. См. мĕншĕн.

юра

(jура), нравиться; угодить. Бур. † Ку юрăсене юрла пĕлмесен, ку тăвансене епле юрам-ши? Если я не сумею спеть этих песен, то как я угожу моим родным? Регули 702. Она йорамалла çын топас çок конта. Не найти здесь человека, который мог бы угодить ему. Ib. 514. Ним туса та йорамасть: мĕскер туса йораттарам-ши эп она? Сред. Юм. Упа кôтне çу çĕрсен те, йораман, тет. (Так говорят, если человеку ничем не угодишь). || Годиться, быть возможным, быть позволенным. Регули 863. Ку йорать, ытти йорамасть. Это годится, другие не годятся. Сёт-к. Юрĕ пĕреллĕхе. На один раз ладно. Перев. Апусемпеле пичӳсене те пĕлеттĕм, вĕсем те калама та юрамастчĕç (были безусловно хорошие). Юрк. Ку чашки (чашка) юрамалла пысăк пулнă, куран. N. † Тухтăр мĕшĕн ан илтĕр, виçене юрасассан? (Солд. п.) || Очень часто ставится безлично, в см. «можно, позволительно, ладно, хорошо» и т. п. Регули 551. Онăн онта полма йорамасть. Ему нельзя быть там. Ягудар. Маншăн посан, Çипире уччиттĕле кайма йорать. По моему мнению, поступить в Сибирь в учителя - стоит. Истор. Мĕн тусан, юрĕ-ши? Как было бы хорошо сделать? Орау. Çапла тусан, юри? (= юрĕ-и). Хорошо ли будет (ладно ли будет), если сделать так? N. Юрĕ. Я готов исполнить твое приказание, твое желание и т. п. Трхбл. Çавăнта пăтара çакăнса тăракан ал-шăллие илсе кил-ха! — Юрĕ. Принеси-ка полотенце, висящее там на гвозде! — Ладно (хорошо). N. Эсĕ мана пĕр пилĕк сум укçа кивçен парсан, юрать-чĕ.

юрами

(-ми), негодный. Чебокс., КС. Кан. 1927, № 236. Юраманнисенчен 25% тепĕр çуллăх отсрочка янă, 27 проччăн пачах (совсем) юрами. Н. Шинкус. Пăттине вара çисе, юлашкине юрами кив чашкă çине антарса, пĕр хĕррине юрами кашăк чиксе хучĕçĕ. Ашшĕ-амăшне. Юрами, пилсĕр хĕрĕмсем анчах куçăма курăнса тăраççĕ. Хăр. Паль. 42. Ачасем çывăрма халчченхи вырăна, ниме юрамине тухнă (негодный) сарая, карĕç.

юрă

йорă, (jуры̆, jоры̆), песня. Регули 567. Йорра тапратрăмăр, йорра кайрăмăр. Альш. † Сакăр-вун сакăр юррăм пур, сар сак çине сарса суйларăм. Якейк. Йорăсам ахаль йорласан та, сăмахпа йорласан та, йорăсамах полаççĕ. Чăваш йоррисам пĕр сăмахсăрах аван тохаççĕ. Сунт. 1929, № 4, 15. Юрăсене вăл илтсе вĕреннĕ. ― Пĕрре илтнĕ юрра манман вара (т. е. не забываю; по-русски здесь ставят наст. время), тет вăл. || О чувашском песеннике (певце) Гавриле Федорове см. ст. С М. Максимова в Сунт. 1929, № 4, 15 .

юрла

йорла, петь. Якейк. Йорлăçин, йорлĕç (или: йорлаччăр). Если хотят, пусть поют. Ч. П. Çак хуçанăн кăмăлĕшĕн юрламас юррăма юрларăм. Ст. Шаймурз. † Пĕр юрламас çĕртен эп юрларăм çак тантăшсен кăмăльшĕн. СТИК. Пирĕн Иван пичче юрла-юрла юлчĕ, антарса хăварнине сисеймерĕ те (выражение иронии со стороны оставивших Ивана, смех над его беспечностью). Регули 213. Вăл, кисен, йорлакан (йорлĕ). К.-Кушки. Йăтса çӳре-ха эсĕ ăна кунĕпе, урăхла юрла пуçлăн! Ты поноси-ка его целый день, небось по-другому запоешь! Пазух. Мĕншĕн юрлаймастăр, ай, ачисем? сирĕн юрлассăра кам пĕлмест? Ст. Чек. † Юрлайи-юрлайми, ай, лармашкăн, эпирĕх те чĕнмен, ай, хăна мар. КС. Сар-кайăк юрлать. || Продергивать (хаять) в песне. Альш. Час-часах çавăн пеккисене ― хĕлле кайнисене те, пуринчен ытла çулаллă-мĕнлĕ, ашшĕ-амăшĕнчен вăрттăн тухса кайнисене, ял хĕрĕсем, хурлам пек, тăрăхлам пек (т. е. хурлан пек, тăрăхлан пек) пулса, кулкалам пек пулса, вăйăра юрлаççĕ. || Завывать. Калашн. Юрласа хăвалать вĕсене тăвăл.

юс

йос, (jус, jос) назв. животного: горностай; ласка. Возможно, что некоторые, по недоразумению, называют этим именем и др. животных. (По словам Д. Ф. Филимонова живет вблизи строений. Однажды его поймала кошка). Панклеи. Тилĕ тытакан йыти пор, йос тытакан кошакки (у богача). Чутеево. «Юс ― белый (маленький); черный (большой) зверь». Бгтр. Юс ура урлă каçса кайсассăн, ура хăрать, тет. Если юс перескочит через ноги, то, говорят, нога высохнет. (Поверье). СТИК. Капан айĕнчи юс, пĕр тухат та пĕр кĕрет. (Манка тухни). Ib. Капан айĕнчен юс пăхат. (Ачанăн манки тухса тăрат). Ib. Юс пек, хитрый, юркий (чел.). Н. Седяк. Юс — ласка. См. ечче юс. Шурăм-п. № 27. Кил-çурт патĕнче, картара, витере-мĕнте юс пурăнать пулсассăн, лайăх вара. Кил телейлĕ: вут-кăвар тухмасть, выльăх-чĕрлĕх лайăх пурăнать. М. П. Петр. Юс — горностай. Макс. Чăв. к. I, 77. Приюмран таврăннă чух та шур юс йĕрĕ йĕрлеççĕ (следят?). Ст. Чек. Юс — истребляет мышей; менее ценная шкурка, чем у «чăн юс». Нюш-к. Юс ― белый, тоньше крысы, длиною более четверти. А. Турх. Юс кушакран пĕчĕкрех; урисем кĕске; çĕр çумĕнчен юхса пынă пек вĕтĕртетсе пырать. Вăрăм, çинçе, çинçе мăйлă, шĕвер, вăрăм сăмсаллă: хӳри вăрăм; хĕлле шурă пулать, çăвла сăрă пулать. Хирте пурăнать. Час вилмес; пуçне тимĕр кĕреçе çумне çапса çĕмĕрсен те, час вилмес. Шăршлă. Тирĕ 10-25 к. Хомяк пуль, теççĕ. Кубово. † Хура вăрман витĕр çичĕ хут тухрăм, хура хӳрелĕ шур юс курмарăм. Сёт-к. Петĕрĕн лаши йос пак пырать. Лошадь Петра идет кав ласочка(?). Козыльяры. Юс çĕрте çӳрекен кайăк; ун хӳри вĕçĕ шурă, хăй курпунтарах. Н. Карм. Юс (хӳри вĕçĕ хура пулать, чуть-чуть-кăна; хăй хĕлле шурă, çулла сăрă). Б. Олг. Йос — шорă, хӳри кĕтĕк (большой зверь).

юстар

понуд. ф. от гл. юс.' Хурамал. Пĕр çын, чĕлхе юççĕн усал калаççа, айăплă пулсан: хама хам чараймасăр, турă юстарчĕ вĕт, теççĕ. СПВВ. ИФ. Юстарас = урăх майпа калаçтарас. Есĕ мана урăх çулпа пыртаран, теççĕ. С. Тим. † Çак Тимĕрçен хĕрĕсем ― юстарма çук пит чее. Сир. 55. Çыншăн хута кĕрсе, хăй çине шанчăк илни туллăх тăракан çынсенех пайтахăшне тĕп тунă, тинĕс хумĕ çапса ӳкернĕ пек, хытă юстарнă вĕсене. Юрк. † Тусă юсат, тесе, ан кала: юстарĕçĕ уллах çĕрсенче. (Вариант см. юс'). Тимер. † Çак Тимĕрçенсенĕн хĕрĕсене юстарса пулмарĕ çепĕç чĕлхепелен.

юса

йоса, (jуза, jоза), чинить, направлять, исправлять; лечить. Янгильд. Çор-конне выйлă (=вăйлă) шывпа ватнă çолсене, çĕр-шу типсессĕн, пор çĕрте те йосама тăрăшаççĕ (стараются починить). Ходар. Шатрапа выртакана пĕр çын анчах пăхать... Вăл та тата вĕрентнĕ тăрăх анчах килет. Шатрапа выртакана лешĕ вĕрентнĕ çыннĕ (привыкший к нему?) шыв парать çăкăр парать, вырăнне юсаса парать-и. Шор-к. Кайран аран-аран чартăм та, йосаса кӳлтĕм (перепряг). || Перешивать. Шибач. Ӳркенместĕн полсассăн, тет, манăн, тет, çак кивĕ сăкмантан, тет, ачана, тет, йосаса парас-чĕ, тет. || Зарядить ружье. Курм. || Привести в прежнее положение, освободить от настоящего состояния. Собр. Ку халăха мана юсаса парсассăн (освободишь от заклинания), çур халăхне парăттăм, терĕ, тет. || Исследовать, критиковать. Шаймурз. Çынпа ытлашши ан калаç, тăванна та ан ман, арăмна та ан ман, ху чунунтан урăх никама та ан ман; вăхăчĕ-вăхăчĕпе ху чунна та юса. || Бить, пороть. Ст. Чек. Юсаса илтĕм = хĕнесе илтĕм, прибил, выпорол. || Futuere, terere. Якейк.

юсав

йосав, поправка. М. П. Петр. || Аккуратность. КС. || Наряд. СПВВ. † Улача кĕпе, сар пусма - арăмсенĕн юсавĕ. Янш.-Норв. Тусав. Пасар таврашĕ те унăн питĕ нумай. Тухйине тата çĕклемелле мар: çамка çинче тенкĕлĕх тенки çакнă, антăрлăх çинче пĕр тенкĕлĕх каллах иккĕ. Унтан аялалла икшер пултинник тенки. Икĕ лапка сăрка; хĕрес çаккинче тенкĕлĕх тенки каллах виççĕ. (Расхваливают невесту). || Франтоватый, нарядный; франт; нарядно. А. Турх. † Юсав хĕрсе юсавви, пирĕн пеккисе чиперри. Якейк. † Йори кӳлтĕм йосаса, йосав хĕре ларташшăн (покатать франтоватую девушку). Ст. Айб. † Вăрăм сăрка юсавне: юсăр лайăх (искажение; см. юсалăх), тиеççĕ; хĕр чунехи (= чухнехи) пурнăçа: хăналăха, тиеççĕ. || Форс. Ст. Ганьк. † Арăмсенен юсавĕ ял чарсан та чарăнмĕ. || В порядке. Хыпар № 1, 1906. Çул таврашне (дороги) юсавтăратмалла (надо держать в п.). || Изванк. Назв. Божества. Юсав, юсав амăшĕ — божества в «чӳклеме кĕлли». Ib. Чӳклеме кĕлли. Чи малтан пăтă пĕçереççĕ. Пăтă пĕçерсен, ĕстел çине антарса лартаççĕ те, çу варне ярса, хĕр(р)исене кашăксем чиксе тултараççĕ. Тата тепĕр пуçламан çăкăр сĕтел çине хураççĕ те, пурте алăк патнелле тăрса, ак çапла кĕл-тăваçсĕ: ырă турă, ырă турă амăшĕ; пӳлĕхçи, пӳлĕхçи амăшĕ; хăрпан, хăрпан амăшĕ; хăт, хăт амăшĕ; юсав, юсав амăшĕ; ыр, уйăх-хĕвел, çĕр шыв, юман-йăвăç! пурте çырлахăр: вут-кавартан, шывран, пăртан, вăрăран-хурахран. Уйра (sic!) тырăн кучĕ хăмăш пек, тăрри пăрçа пек пултăр. Сире пăтă пĕçерсе чӳклетпĕр. Çырлахăр, пурте килĕр, тесе, алăк патнелле пуçĕсене сулаççĕ. Çапла вара вĕçĕ хутчен кĕл-тăваççĕ те, тин вара пăттине çиеççĕ.

юсакала

учащ. ф. от гл. юса. Ст. Яха-к. Пĕчĕк ачасем çунашкисене юсакаласа (кое-как починив), пĕр-пĕринпе ту çине ярăнмашкăн каяççĕ.

юсалăх

нарядность. См. юсавлăх. К.-Кушки. † Симĕс те кăвак ярапа юсалăха (для нарядности), тиеççĕ. Трхбл. † Йăлтăр-йăлтăр йăлтăрка: юсалăха, тиеççĕ. || Подати, налоги. Собр. 138°. Пилĕк паййи хыçалта вырттăр, пĕр пайне ĕçме-çиме пар, тепĕр пайне патшан юсалăхне тӳлеме пар, турă. (Моленье). || Юрк. «Юсалăх — для починки».

юсман

(jусман), очень тонкая лепешка, из которой нарезывается салма. А. Турх. М. П. Петр. Юсман ― жертвенные блины. N. Тутлă тулăран, пĕчĕкçеççĕ, çӳп-çӳхе, çатма çинче, пĕçереççĕ, ăна юсман теççĕ. Юрк. Юсмана чӳк тунă чухне пĕçереççĕ. Тутлă (пресное) чуста тăваççĕ, çуртăри çăнăхĕнчен. Ăна етерпе çӳп-çӳхе хут пек çӳхе тăваççĕ; икерчĕ пек çаврака пулат. Çупа çулаççĕ. Вут çинче икерчĕ пĕçернĕ пек пĕçереççĕ. К.-Кушки. Ырсемсене кашнине юсманна йăвачапа кĕл-тунă. Собр. 233. Юмăç пăхтарса килсессĕн, киремете пăтăпа, юсманпа чӳклеççĕ. Вомбу-к. Юсман. Юсман икерчсем. Юсманпа чӳкленĕ. Хпарту чустинчен тăваççĕ. СПВВ. Юсман — çăмах, пашалу пек. Етрух. Унтан вара юсман икерчпе те çавăн пек тепĕр шурă тутăр çине хурса çыхать. Ст. Чек. Киремете ― юсманпа, шерпетпе, пылпа. Турра пашалупа (сăмсалă, кăкапалă), пăтăпа. Юсман — чӳклекен çӳхе, сарлака икерчĕ; пылпа сĕреççĕ. Пашалупа пăтă турра параççĕ. Пашалу сăмсине, кăваписене пĕр кашăк пăтăпа аслăк çине ытаççĕ. СПВВ. Юсман ― çӳхе пашалу. См. Магн. М. 46. Альш. Чăвашсем унта юсман таврашĕ пыра-пыра чӳкленĕ (в «ăвăслăх»). Макка. 233. Турра паратпăр, тесе, пăтă-юсман пĕçереççĕ; юсман хурăн çулçи пек, ăна пĕр 200 е 100 пĕçереççĕ. СПВВ. ИФ. Юсман çӳп-çӳхе. Сарсан, çупа çатма çинче пĕçереççĕ. Йĕтĕрпе сараççĕ.

йота тох

итти замуж. Курм. || Становиться чужим. Ст. Чек. Нумай пĕр-пĕрне курмасăр пурăнсан, юта тухнă пек пулат.

ютăх

(jуды̆х), отчуждаться, стать чужим. Ч.П. Н. Седяк. † Инçе мар, тăван; ютăхас мар, тесен, килех тăр. Недалеко, родной: если не хочешь стать чужим, бывай у нас постоянно. N. † Тимĕр юпа тутăхтăр, манран атте-анне ан ютăхтăр (пусть будут близкими, не отчуждаются). Ст. Чек. Ютăхнă = ютшăннă). Нумай пĕр-пĕрне курмасăр пурăнсан, юта тухнă пек пулат, çавна çапла калаççĕ. Бугульм. † Ай-хай, милай, хамăр савни, курса калаçманран ютăхрĕ. N. Тăвансем те манран ютăхнă. Микушк. † Ан ютăхăрсамăр, килех тăрăр. Не отчуждайтесь, постоянно бывайте. Лашман. † Эпир ларма кайсассăн, авалхи тусçăм ютăхри (вероятно — ютăхрĕ).

ютшăн

стесняться, избегать, чуждаться. М. П. Петр. Сĕт-к. Ача йот çынтан йотшăнать. Ребенок стесняется чужих. Шибач. Йотшăн, быть застенчивым. Пшкрт. Ан йотшан — не стесняйся (напр., говорят в гостях). Хурамал. Çамрăк ачасем ют çын патне пымаççĕ, ютшăнаççĕ. Юрк. Темĕнтен манран пит ютшăна юлтăн (стал чуждаться). Ib. Санăн малашне пирĕн пек пысăк çынсемпе анчах паллашас пулат. Пĕр-кунхи юлташă пеккисенчен санăн ютшăнас пулат (надо их избегать). Требн. Санăн ирĕкĕнтен, санăн тасалăхунтан ютшăннине пурне те хăвар, пăрах, каçар. Сред. Юм. Пĕчик ача йот çынтан йотшăнать, ôн аллине пымас. Ист. церк. Тĕнчери вăйлă, аслă çынсенчен ютшăнман.

юх

течь; плыть. К.-Кушки. Шыв юхрĕ. Вода текла. Б. Яньши. Вăл шыв кунта Ишек патне çитичченех юхса килет (течет до с. Ишак). N. Пирĕн ял патĕнченех Енĕш ятлă шыв юхса иртсе каять (протекает р. Аниш). Альш. Хай сăрасем юхса пĕтсен, хĕрсем сăрисене пĕр-пĕр хваттире пуçтараççĕ. Ердово. Пысăк шывсем çинчен пăрсем юхса пĕтсен (после ледохода), прухутсем, паршăсем, пĕрене суллисем юхма пуçлаççĕ. Ст. Чек. † Атăл юхмас тулли, ай, пусан та; ан ӳпкелĕр епле пусан та. Сала 179. † Атăл юхмас, епле тулсан та. Регули 221. Шу йохаканĕ (йохакан шу) лере çок. N. Çырмасенче шывсем юхма пуçларĕç. По оврагам потекла вода. Чураль-к. † Шур Атăла кĕпер турăм, çийен шывĕ юхмасса; кăçал тухрĕ çĕнĕрен саккон, хĕрпе ача çывăрма. Регули 256. Конта йохман шу пор. Здесь есть непроточная вода. N. Шусем юхса петрĕç, çĕр типрĕ. Вода стекла, земля высохла. Ал. цв. 9. Вĕсем çине пăхсан, сĕлеке юхса тăрать. Самар. Ту çинчен шыв юхнисем кунтанах курăнаççĕ. Отсюда видно, как в разных местах стекает с гор вода. Пазух. Атте лаши тур лаша; турти тăрăх тар юхать, пĕкки витĕр пĕлĕт юхать, çилхи витĕр çил вĕрет. N. Ура виç-тăват тĕлтен шăтса юхрĕ. На ноге были гнойные нарывы в 3-4 местах. Скотолеч. 17. Сĕрессе (лекарством) нумайтарах сĕрес пулать, анчах юхса тăмалла (так, чтобы текло) сĕрме юрамасть. || О ведре и т. д. N. Витре (катка, сăмавар) юхать. Ведро (кадка, самовар) течет (пропускает жидкость). || Оплывать. Ч.С. Тата чара хĕрне çутнă çуртасем, ирĕлсе, çĕре юхсан: вилнĕ çынсем йĕреççĕ пулĕ, тесе, хуйхăрса лараççĕ. (Çураçма). Орау. Çурта çуннă майĕпе ирĕлсе юхса анать. || Гноиться. В. Олг. Холĕ йохат. у него гноится рука. Чăв.-к. † Пирĕн савнă туса каяканăн икĕ куçĕ шăттăр, пичĕ юхтăр. (Хĕр йĕрри). || Двигаться, направиться. Шел. 64. Ах, халăх тытăнать хир енелле юхмашкăн. Упа 667°. † Вун-ик хĕрпе пĕр матка (= арăм) юхайраççĕ пасара. М. Васильев. № 3. Старик х(ă)раса лаçăран йохать килне хăвăртрах. Собр. 37. † Улăхрăм-кайрăм çӳлĕ сăрта, юхрăм-антăм шыв çине. || О вшах. Н. Сунар. † Çакă ял(ăн) хĕрĕсен пыйтă юхать, курмастăр-и?(так и сыплются). || О движении облаков. Череп. Кунĕпе пĕлĕт юхрĕ. Весь день ходили облака. Сала 95. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат, хĕвел пăхат, ун хушшинчен вăш, вăш! çил вĕрет. Ау 267. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат уйăхпалан çăлтăрсем хушшинче. Альш. † Ĕнтĕ пĕлĕт юхат, пĕлĕт юхат уйăхпалан хĕвел хушшинчен. || Быстро подвигаться. Якейк. Соха касси йохса анчах пырать; çак соха-пуç лайăххине тата çĕр çамçине пĕлтерет. Кон. 1927, № 237. Халăх хушшинчи ĕçсем те питех юхсах пыраймаççĕ. Ib. Юхса-çеç пырать çав... || Не ладиться. Шор-к. (Алик. в.). Ĕçĕ юхса тăрать. Дело валится из рук, не ладится. (Можно понять и букв: «так и течет»). Жатва. Çав çыннăн ĕçĕ аллинчен юхсах пырать. || Сыпаться. Толст. Мĕнле апла вăл, çăнăх пекех çемçе юхакан-и? N. Пăрçа хăма тăрăх юхса анчĕ. Горох скатился по доске. || Рассыпаться, просыпаться. Ч.П. Аллăм-кăна тулли алă çыххи юхса тухмин, лайăх-чĕ. N. † Чупрăм-антăм çырмана, юхрĕ-тухрĕ шерепем. Шурăм-п. № 6. Халĕ те унăн пĕр ят çĕрĕ анчах пулсан та, тырри час-часах уйра пĕччен юхса ларать. || Сползать? Шибач. Сăкман йохса каять. || Уплывать, выплывать. Ч.П. Вĕт-вĕт çумăр çăвать-çке, кантăр юхса каять-çке. Собр. † Сикрĕм-лартăм кимĕ çине, юхрăм-кайрăм пĕр çухрăм. Кильд. † Юх, юх, кимĕ, юх, кимĕ, таса çерем çине тух, кимĕ! (Здесь переписчик приписал: «юх-юх — причастие»). Илебар. † Улача кĕпе, ука çуха, юхрĕ-тухрĕ шыв çине. Ала 33°. † Вун-икĕ чĕпĕлĕ кăвакал кăларчĕ-ячĕ шыв çине: юхăр та çӳрĕр, тияйрĕ. || Линять (о шерсти). Шурăм-п. № 5. Сурăхсене урама кăларма пуçларĕç, тĕлĕнмелле начар: çăмĕсем юхса пĕтнĕ. || Худеть. Альш. Ĕлĕк мăнтăр-ччĕ те, халĕ пĕтĕмпе юхса тухрăм (похудел). || О плавных движениях пляшущего. Хурамал. Пĕр çын пит хитре ташласан: пĕр юхать çав! теççĕ.

юха сăмса

сопляк (о ребенке. А. Е. Ефремов). Ч.С. Ларсан-ларсан, юха сăмси (упомянутый сопляк) аслă çул çинче пĕр çын пынине курчĕ, тет (увидел, что едет какой-то человек).

юха тăр

все течь. Шорк. Кранта питĕрме манах кайнă. Каялла пытăм та, манăн шыв юха тăрать! Я как-то позабыл завернуть кран. Потом посмотрел, и что же? — у меня вода все течет. (Выражаетcя нечаянность происшествия). Ib. Ку витререн шыв юхах тăрать (= пĕр май юхса тăрать, течет беспрерывно).

юхăм

йохăм, течение. М. П. Петр. Ау 176°. Пирĕн ялăн шывĕсем, йăл-йăл курăнат юхăмĕсем. Сборн. мол. Вăл хăй шывĕсен юхăмне каялла янă. Н. Шинкус. Уй (хлеб), пиççе çитсессĕн, шыв юхăмĕ пек юхса вырттăр (пусть переливается волнами). Амин. N. Икĕ юхăм пĕр çĕре пырса перĕнсен, шыв. çаврăнса тăни. Сунчел. † Çурхи шывпа юхас-мĕн, шыв юхăмĕ пулас-мĕн. Часосл. Иордан икĕ енне уйăрăлнă, хăй шывин юхăмне чарнă.

юхăн

плавно итти. Хыпар № 31-2, 1906. Аваннине те аван ĕнтĕ; сухара та, ахаль çӳреме те — калама та çук, юхăнса-çех пырать, тет. Шурам-п. № 7. Пĕвĕ пур çĕмĕрт пек, пичĕ пур чечек пек, утса пынă чухне юхăнать, хумханать (девица). || Итти торопливо. Якейк. Мархи Йăвансам панчен тохрĕ те, килелле йохăнса анчах пырать. || Обеднеть. Ст. Чек. Юхăннă, человек, обедневший от разных причин. Ib. Е, ман сурăха суттарса, укçине илчĕ, итту юхăннă. Ib. Юхăннă! Эх ты, голяк! СПВВ. Пурăнăç юхăнса кайнă (обеднел). Шел. П. 17. Саманисем йăвăр пулнипеле пурăнăçăм хытă юхăнчĕ. || Делать ненужные расходы. Хурамал. Укçана ахаль пĕтерсессĕн: ахалех юхăнатăн, теççĕ (напрасно тратишься). || Прийти в запущенное состояние. Шибач. Пӳрт йохăнса кайнă. Пшкрт. пöртђы̆нза к¬аjны̆. || Нищенство. Сборн. по мед. Пĕр-пĕр ĕçсе юхăна ернĕ çын хăйĕн çийĕнчи тумтирне хывса сутать.

юхăнтар

понуд. ф. от юхăн. Чăв. й. пур. Тата вăл Прухха пĕр çынна пĕтĕмпех юхăнтарнă. Орау. Юхăнтарчĕ килне-çуртне (привел в упадок, не поправляя). N. Киле юхăнтарнă. Привел дом в полное запустение (разрушение). Альш. Элшелĕнче вут туха-туха темĕн чухлĕ çынна юхăнтарчĕ, теççĕ. || Привести в беспорядок. В. Олг. Веç çӳпĕлесе, йохăнтарса, йĕрне çĕтерсе.

юхтар

йохтар, понуд. ф. от гл. юх, йох. N. Эрекине Сăрра юхтарса кăларчĕç. Вино вылили в Суру. М. П. Петр. Юхтарас — высыпать, выливать, сливать. Орау. Ăрамри тирслĕке, юхакан шыва тĕке-тĕке ярса, шывпа юхтарса параççĕ. Чхĕйп. Ял таврашĕнче çта пĕр-пĕр шыв юхтарса тунă пĕчĕк шырлан пур, вара çав шырлан кутне пынă та... (прнходила...) N. Çумăр витререн юхтарнă пекех çăвать. СЧУШ. Мана шыв ялан юхтаратех. А меня все уносит течением || О сильном дожде. Сред. Юм. Пирн патăрта çăмăр йохтарса çурĕ. У нас был сильный дождь, так что по улицам бежала вода. Ib. Пĕр кас çăмăр килчĕ те, йохтарайса карĕ вит (был сильный дождь). N. † Шăпăрах пер шăпăр çăмăр çăват, шур курница тăрăх юхтарат. Цив. Çăмăр юхтарса çăвать. Идет сильный дождь. || Отсеивать. Тюрл. Тосансене пысăк алапа йохтарас арманта. || Высыпать (напр. горох) и т. п. || Гнать (водку, самогон). Кан. 1928, № 239. Икĕ кун хушшинче вуникĕ четвĕрт юхтарса илчĕ. || Спускать, сбрасывать. Альш. Пуллисене пĕтĕмпе юхтарать-кăларать, тет (лисица из короба). Синерь. Тилĕ çунапа шăтарнă та, пĕрер пуллăн юхтарма тапратнă (стала выбрасывать из саней). || Хорошо говорить или играть. КС. Шыв пек юхтарса калаçать (или прямо: юхтарать; пит таса, чипер калаçакан çын çинчен калаççĕ). Сёт-к. Чăлах Ваçли пор-ччĕ, кĕсле калать-чĕ çав ― йохтарать-чĕ анчах.

юхха

(jухха). См. аштаха. Хурамал. Юхха çĕлентен пулнă япала, теççĕ. Çĕлен, çĕр çула çитсессĕн, мĕн пулас тесен те, пулать, теççĕ; этем пулсан та, пулать, теççĕ. Этеме улталать, теççĕ. Ун çинчен çапла халлап пек калаççĕ. Пĕр патшанăн сунарçă ывăлĕ пулнă, тет. Вăл пĕрре хирте сунарта çӳренĕ чух, пĕр вăрманта пит илемлĕ хĕр тĕл пулнă, тет. Вăл хĕр çав ачана каланă, тет: эсĕ мана качча илетни? эп сана качча пырап тенĕ, тет. Ача каланă, тет: илеп, тенĕ. Вара вăсем, килне тавăрăнса, туй тунă. Туй тусан, кайран, çав ача пит начарланнă, тет. Вара вăл юмăçа кайнă, тет, пĕр вăпăрлă карчăк патне. Вăл карчăк каланă: эсĕ илнĕ хĕр лайăх хĕр мар пулĕ, эсĕ ăна сăнаса пăх: тăварлă апат çитерĕр те, каç выртнă чух пӳрте шыв ан лартăр. Каç вара, выртнă чух, ху сăнаса вырт вăл мĕн тунине. Вăл ача вара, килне кайса, карчăк каланă пек тунă: тăварлă апат çитернĕ те, пӳрте шыв хăварман. Каç выртсассăн, вăл хĕрĕн ӳчĕ вырăн çинчех выртнă, çăварĕнчен вут пек чăсăлса тухса пӳртре шыв шырарĕ, тет. Пӳртре шыв пулманран, чӳречерен вут пек чăсăлса тухса, çырмана кайса, шыв ĕçсе килчĕ, тет. Ачи вара, ирхине тăрсан, хай карчăк патне каллех кайрĕ, тет. Карчăк каларĕ, тет: апла пулсан, вăл сана пĕтерĕ, эсĕ ху малтан ăна пĕтерме тăрăш. Ăна эс ак çапла ту: пĕр çĕре пит пысăк çурт тутар, ун тавралла тип вутă купалаттар; унта вара эсĕ унпа пĕрле хăнана кай. Хăнана кайсан, ăна, мĕнле-те-пулин (пулсан) пӳрте пĕччен хăварса, питĕрсе ил. Унтан вара çурт таврашĕнчи вутта вут тĕртсе çурчĕпех çунтарса яр. Çав ача вара карчăк каланă пек тунă, çав çурта хăнана кайнă. Тавăрнма тухнă чух çав ача хăйĕн пушмакне пӳрте хăварнă; тет. Тухса урапи çине ларсан, ача каларĕ тет: манăн пĕр пушмак юлнă-çке; эсĕ кĕрсе илсе тух-ха, тенĕ. Арăмĕ каланă: эсĕ ху кĕрсе илсе - тух, эпĕ кĕместĕп, тенĕ. Ачи каланă: эсĕ манăн арăм пулсан, çавна та итлеместĕн-им? тенĕ. Арăмĕ вара чупса кĕчĕ, тет, пӳрте пушмак илме. Алăк умăнчи хуралçисем, вăл кĕрсенех, пӳрт алăксене питĕрсе илчĕç, тет те, пӳрт таврашĕнчи вутта вут тĕртсе ячĕç, тет. Вара леш хĕр пӳртре, пĕр енчен пĕр енне пыра-пыра, кĕрĕслетсе çапăнса çӳрет, тет. Вара пӳрчĕ-мĕнĕпе çавăнта çунтарса ячĕç, тет. Вăл ача вара кайран пăсăлнă, тет.

юшкăн

(jушкы̆н), тина, ил, нанос. Ст. Чек. Юшкăн, тина. ХЛБ. Шурлăх юшкăнĕ. N. Çырма тĕпĕнчи юшкăн. Тюрл. Йошкăн — тина. N. Пĕр çур-кунне-кăна (только весною) сарăлса кайса. Якур çаранĕ çине юшкăн ларткаласа хăварать те, вăл та ытлашши нумай мар. N. Ытти çынсенне те ку шыв (вода) çаранĕсене нумай пăснă. Хăшинне юшкăн лартса хупланă, хăшинне çыран ишĕлсе нумай пĕтернĕ. Орау. Пĕвене юшкăн тулнă. Ib. Кăçал çарансам çине юшкăн çунипе çавасам час мăкалаççĕ. Зап. ВНО. † Ылттăн улма - ыватрăм, юшкăн айне путартăм. Календ. 1904. Юшкăн-хăйăр лартса (вследствие наноса), темĕн чухлĕ çĕр сая каять. Сунчел. † Анатра пĕве пĕвеççĕ, пĕви çине юшкăн çăваççке (= çăватçке). Календ. 1903. Шывă кайсан, шывран кăларсанах, часрах çăварĕнчи, сăмса шăтăкĕнчи, хăлха шăтăкĕнчи юшкăна тасатса, ӳпне вырттарас пулать. Хурамал. Пĕве тĕпне юшкăн тулнă (тина). Ильм. † Çӳле ту çине хăпартăм, кĕленче çăмарта кустартăм; юшкăн айне пулмин-ччĕ; çичĕ ют килне кайсассăн, пуçăм шыва каймин-ччĕ. (Плач невесты). Сюндюк. Юшкăн çапса (сапса) кайнă. На лугах осталась тина. Тюрл. Пĕвене пĕтĕмпе юшкăн лартса кайнă (занесло наносом). Изамб. Т. Ыраш аксан, ăна ейӳ пусат; ул вара юшкăн айне кĕрçе юлат. N. † Çеçен хир варринче çавра кӳл, çаврăнать-çаврăнать те, юхаймасть; те тĕпне юшкăн çунăран, те ментен.

йӳкем

то же, что ӳкем. СПВВ. Йӳкем(?); пĕр-ик йӳкем çип.

йӳн

(jӳн', Пшкрт н), венец (избы), т. е. ряд бревен в срубе. НАК. Пӳрт лартнă чухне, вĕсем никĕсне чипер вырнаçтарса лартса, çӳлелле вишшер (= виçшер) йӳн (пĕрене) хурсассăн... (Никĕс пăтти). Питушк. Миçе йӳн пурарăн? Ты сколько венцов срубил? || Звено забора между двумя столбами. См. тăрăх. Сёт-к. Пĕр йӳн карта сӳтмелле — кĕлте кӳртме тӳр çол полма. Ib. Икĕ йопа хошшинчи пĕр йӳн полать.

йӳнет

то же, что йӳнеç. Хурамал. Пĕр çын, кивçен парсан, укçине ыйтма пырать те илнĕ çынни калать: укçам çук-ха, йӳнетеймерĕм, тет! (укçа тупаймарăм). В. Олг. Йӳнет, устроить. Пшкрт: кы̆з'ал с'и-бос' jӧнӓдӓс (надо справить, сшить одежду). Хорачка. нӓт, чинить. || Удешевить. Ходар. Сутас таварне хаклă ту, илессине йӳнет. (Из моленья чӳклеме).

йӳней

(jӳн'эj), по направлению, в сторону. Чув. Сорма. Тавăт 10. † Вуник çăка пĕр тĕмрен; тураттисем хĕвел йӳней, шулчисем çил йӳней, пирĕн лашасем кил йӳней. || В неизв. см. Орау. Ана хăй йӳнеех илет. Ib. Хăй йӳнейĕ ― хаăйĕн ĕлекхи ана таврашне. Ib. Йӳней хирте анчах, вăрманта пулмасть.

йӳнеллĕ

то же, что йӳнейлĕ. N. Çиле йӳнеллĕ кайма лайăх. Ст. Шумат. Уя туххăϸ тит те, карчăкçене пĕр йӳнеллĕ (в один ряд) хучĕ, тит те, пуслăхпа çыххăϸ, тит.

йӳпле

поддакивать, одобрять. Сред. Юм. Пĕр ôнпа сăмах-ламапуçласан, ôн сăмахне-çиç йӳплесе лар вара (сиди и поддакивай), ху пĕрте ан сăмахла. Ib. Пĕр ô сăмахлама пуçласан, ôн сăмахне-çиç йӳплесе лар çав, ху пĕр сăмах та ан чĕн: алай! тесе-çиç лар. Пшкрт. Ку пӧрт лартса та, çалак (= çавах, в смысле çапах) йӳплемерĕм вăл лартнине. || Слушать. СПВВ. МА. Ай-ай, ку çын сăмахне пĕртте йӳплемес (итлемес). Ib. Каланине йӳпле. Сказанное слушай. Тюрл. Йӳплемен, не слушал. В. Олг. Арăм корат — качака йӳплемес («ему неймётся»), патак илчĕ те, çапса ярчĕ (ударила).

йӳпсĕн

смотреть, обращать внимание. Сред. Юм. Хĕри-пăраçа та, пĕр вăхăт иртсен, йӳпсĕнекен çȏк çав. Ib. Паян лашана пасара илсе тôхрăм та, йӳпсĕнекен çôк онта, пăхмаççĕ те.

йӳрĕк

живой, быстрый, расторопный. СПВВ. ПВ. Йӳрĕк ― старательный, расторопный. (Козм.). Поуч. и речи сельск. жит. Эсĕ халĕ тулли ӳтлĕ, йӳрĕк (= шухă) чунлă; ватăлсан, санăн шăммусем пĕрмечĕклĕ тирпе анчах витĕнсе тăрĕç. СПВВ. ЛП. Йӳрĕк = ĕçчен. Полтава 6. Хăш чух йӳрĕк лань (надо: план) пек вăл утса çӳрет çăмăллăн («лани быстрые стремленья»). Б. Олг. Йӳрĕк çын — работящий, трудолюбивый. Б. Олг. «Йӳрĕк çын - ловкий, ĕçлет». || Имя героя в сказке, который выполнял трудные вещи, пользуясь словами: «Пӳлĕх, пӳлĕхçи, уланка пулă калашне (çак патша хĕрĕ пĕтĕ пулнине курăттăм)». Собр. 237. Ĕлĕк пĕр кахал йӳрĕк пурнать, тет. || «Растяпа, вялый; небрежный». М. П. Петр.

йӳç

(jӳc'), бродить, киснуть. КС. Якейк. Вăл (лекарство) çапла эрне йӳççе ларать (должно киснуть). Собр. Шыв йӳççен, çын вилет, теççĕ. Если киснет вода — это к покойнику. Юрк. Шыв йӳççен, çумăр пулат (будет дождь). Пис. † Хурама айне хурт ларать; хурт ларин те, пыл йӳçет. || Покрываться особыми облаками. Альш. Йӳçет. См. хăймалан. || Горький, кислый. См. йӳçĕ. Собр. 188°. † Йӳç тул кукли йӳçĕ мар; пĕр çыртсассăн, йӳçĕ пек (кажется кислым). Çăварни. Вăл (он) суя тĕнлĕ çынсем вĕрентнĕ тăрăх (по учению) тĕрлĕ ӳсĕртекен йӳç шывсем (горькие напитки) тупма пултарнă.

йӳçĕ-кайăк

назв. насекомого. Орау. Пĕр йӳçĕ кайăк куçа кĕчĕ те, пĕтĕмпĕ куçа йӳçĕхтерсе ыраттарса пĕтерч.

йӳç-шу

то же, что йӳшшу. Панклеи. Пĕр кĕленче йӳç-шу. (От этой йӳç-шу опьянели птицы. Сказка № 10).

йӳçлĕклĕ

болотистый. Календ. 1911. Шурлă йӳçлĕклĕ çаран çине пĕр ана пуçне 150—300 пăт исвĕс лучше: исвĕс тăкаççĕ.

йӳтĕм

(jӳд'э̆м), повод, причина, предлог. Якейк. Пĕр-пĕр йӳтĕм топса, он патне карĕ (нашел какой-нибудь предлог). Атай. Йӳтĕм (ӳтĕм), причина? СПВВ. «Йӳтĕм тупнă = айăп тупнă; повод, причина».

йӳхреп

погреб (описка? См. нӳхреп). Чхĕйп. Е тырра, е курăка, е йăвăçа хуть сакане ак, е йӳхрепе ларт, е пĕр-пĕр сарайне ак — вăрлăха кирек çта аксан та, çĕр çавах шăтарса кăларат.

йăва

(jы̆ва), особое кушанье из муки, похожее на мячик с двумя ямочками, расположенными рядом. КС. ДФФ. Йăва пурне хулăнăш патак пек туса пĕçернĕ çимĕç-чĕ. Унăн тăршшĕ икĕ шитрен ытла мар, ăна пĕр енчен тăршшĕпе çĕçĕпе касса, картласа тăваччĕç. Н. Седяк. Йăва, малинки (кушанье). Щ. С. Йăва — «катушка из пресного теста, круглой формы; жарится на сковороде с маслом». Шибач. Йăва - кушанье в виде гнездышка. См. Магн. М. 98. Янш-Норв. Йăва ― название кушанья; приносится в жертву водышу. N. Йăва — пряникообразное печенье. Вомбу-к. Йăва — пашалу чустинчен тăваççĕ. Курм. Вĕтĕ иăва. М. П. Петр. Йăва ― колобок. Бгтр. Вара вĕсене пăрçа, кĕрпе, тăвар, йăва, тата хăшĕ çу параççĕ. N. † Чашки, чашки вет йăви кăсмасăрах полмас во; юр пуçласа юрлама тĕксем (lege: тĕксĕм?) çынран пулмас во. N. † Чашки-чашки йăвине кăсмасăрах пулман вĕт; юр пуçласа юрлама путсер хĕртен пулман вĕт. Бугур. † Ай, тирки-тирки вĕт йăва çупала пиçнĕ вăл йăва.

йăва

(jы̆ва), гнездо. Якейк Ку йăваран ик çăмарта илтĕм. Из этого гнезда я взял два яйца. Б. Янгильд. Алăсăр, пуртăсăр пӳрт пурăп. (Кайăк йăва хуни). Без рук, без топорёнка построена избёнка. (Гнездо). Шор-к. Эпĕр те çав, чăх чĕпписем йăвана тохса ларнă пак, кĕр-конне полсан, школа пуçтарнтăмăр. Макка 38. † Хура чĕкеç пулам-и, хуралтă çумне йăва çаврам-и? Б. Яныши. Манăн кайăк чĕпписене йăваран питĕ илес килеччĕ. Мне очень хотелось взять птенцов из гнезда. М. Чолл. Эс унта кĕр те, кайăкне кăларса ил, йăвине ан ил. Ты войди туда, возьми птичку, а гнезда не трогай. N. Йăва çавăр. Свей гнездо Сред. Юм. Пĕр йăвари кайăк пик шакăлтатса пȏрнаççĕ. Живут так мирно, будто птенцы из одного гнезда. || Рассадник. Баран. 101. Малтан йăвана акса, кайран йăрана лартакан çимĕçсем те пур. || Гайно. Собр. Сысна хăй йăвине улăм йăтсассăн, сивĕтет, теççĕ. Если свинья будет таскать солому в свое гайно — к холоду. || Притон. Альш. Унтан салтаксемпе каяççĕ, тет те, пĕтĕмпе пĕтерсе килеççĕ, тет, кусен йăвине. Потом отправляются туда с солдатами и окончательно уничтожают их (разбойничий) притон.

йăвала

(jы̆вала), валять, катать. Шибач. Н. Карм. Чуста на йăваласа чăмăртас. Иов 8. Эсĕ мана, тăмран йăваласа тунă пек, якатса турăн. N. Кушак-кайăкне, аллинче йăваласа лучăркарĕ (измял мышь, валяя в руках). Артюшк. Хĕр çак çынна йăвалама (валять, катать по земле) тытăннă; ача, тӳсеймесĕр, кулса янă. || Тереть. Трахома. Пĕр-май куçне йăваласа çӳрет. Постоянно трет свои глаза. Ч. П. Вăта пӳрне вĕçне (концы отмороженных пальцев) йăвала-йăвала хĕрлĕ чĕреме (лицо) шуратрăм. || Мять. Сред. Юм. Йăваласа çемĕçтер хытса кайнă кĕрĕке. Çутталла 42. Пӳçахĕсене, ывăç тупанĕ çине хурса, йăваларĕ. N. Вĕсем, тырă пуçахĕсене тата-тата илсе, йăваласа çие пуçланă.

йăвалан

кататься (напр по земле), валяться; катиться. N. † Çатан урлă сикрĕм-каçрăм ― атă тăхăнтăм; йăвалантăм-кайрăм (покатился) ― халат тăхăнтăм; алăпа хыпаласа пăхрăм — пурнелĕ перчетке тăхăнтăм. Ч. С. Пĕрре пирĕн çав лаша пĕр кун кунĕпех ним те çимерĕ, ялан йăваланса, урипе çĕре чавса выртрĕ (все валялась и била ногами землю). Ib. Пуринчен ытла амăшĕ: йăваланса (катаясь), уласа, выльăх пек кăшкăрса (=уласа), темĕскерсем кала-кала йĕрет. N. † Леш аяккинчи пĕрене йăваланат йĕпене: ку аяккинчи пĕрене йăваланат уяра. Собр. 22°. Йăтă йăвалансан, тăман тухат, теççĕ. Альш. Йытă йăвалансан, тăман çăват, тет. Чув. прим. о пог. 223. Тиха пит йăвалансан (выллясан), йĕпе пулать. Если жеребенок очень много валяется (играет) — к дождю. N. Лаша ура йăрисем (= йĕррисем), вăл йăваланнисем лайăхах курăнса выртаççĕ. Орау. Пĕренесене шыв илнĕ, шывра йăваланса çӳреççĕ. Бревна залило водою; они валяются в воде (так говорят о круглых предметах). Сред. Юм. Йăваланса йĕрет. Плачет в отчаянии (катаясь по земле). Çутталла. 68 Чĕрĕп çурăмĕ çине выртать те, тек типĕ çулçăсем çинче йăваланса çӳрет. Çулçăсем йĕпписем çине тăрăнса тулаççĕ. Чуратч. Улăхса çите пуçланăччĕ, çак ачан хальхи (= хайхи) кăкшăмĕ йăваланса шывах анса карĕ (скатился). Капк. 1928, № 18. Те лупас айĕнчи тин туса хунă чĕрĕ кирпĕçсем çинче йăваланнипе айăпа кĕнĕ. N. Çак çынсем ан паллаччăр, тесе, пĕре йăваланчĕ те, вăкăр пулса тăчĕ (обратился в быка), тет. Эльбарус. Эпĕ çав çырманалла хыттăн ĕнесене хăваласа чопса аннă чохне, чăнкă пиркипе, чикеленсе, йăваланса, çохăрса анчах çырма тĕпнелле анса карăм. Ib. Пĕр шĕвĕр патак тĕл полса, таçтан шăтарса пăрахать поль, тесе анчах йăваланса анатăп. Я скатываюсь, а сам всё боюсь, как бы не наткнуться на какую-нибудь острую палку. Б. Яныши. Ним тума пĕлмесĕр, салтак, хĕресне хуçса, пăшал ăшне ярса, пăшалне пере панă, тет; ĕни йăваланса кайнă (покатилась), тет. Чаганар. Çав сехетрех лаша каял(л)а тапса ячĕ те, çавăнтах кашкăр йăваланса карĕ, тет. || Копошиться. Пытьă (= пыйтă) хорт пак йăваланать, тит. || Шурăм-п. № 23. Вырăсĕ тахçанах иртсе кайнă, эпир тин йăваланса тухатпăр(как бы «выползаем»).

йăвалантар

понуд. ф. от йăвалан. Панклеи. Полăсам шура похĕнчĕç те, хай тимĕр кистене йăвалантара пуçларĕç (начали катить гроб к берегу). Ст. Ганьк. Çуртине теневес çийĕнче йăвалантараççĕ. Ядр. Ну, йăвалантарма пуçларĕç мана юр ăшăнче! И давай они меня валять в снегу! Толст. Çуран каçса çӳремелли вырăнсене пĕр виçĕ аршăна яхăн шыв тулнă, чулсене йăвалантара-йăвалантара кайнă.

йăван

валиться, вальнуться, повалиться, перевалиться, свалиться; перевернуться. НАК. Эпĕ: ку кăвакал ырăскер мар, усал пулĕ, тесе, пăшала мыйри хĕреспеле авăрласа, петĕм те, хайхискер месерле йăванчĕ-кайрĕ (перевернулась). В. Ив. Касăсем (борозды) пурте, ӳпне çавăрăнса, умĕнхи касă лупашкине йăванса пымалла. Чем люди живы. Вăл чăпта пек йăваннă-кайнă. Он свалился как куль. N. Чĕп йăванчĕ-карĕ. Чупса пытăм — чĕпĕ вилнĕ-кайнă. Никит. Урапи тӳрем çĕртех йăванса кайрĕ. Телега перевернулась на ровном месте. Альш. † Пĕчĕккĕ пукан, йĕс пукан, йăванмĕ-ши (не повалится ли) урам тăршшĕне? Орау. Ачипчипе пурсăмăр та пĕр вырăн çинех йăванаппăр (о спанье). V. S. Çилпе йăваннă вăрман, поваленный ветром лес. Якейк. † Майра сăнь пек пирн варли-ч; эпĕр тохса кайнă чох, пăхса тăрса йолĕ-ши, выртса йăванса йолĕ-ши? Наша милая была лицом как русская. Когда мы будем уезжать, то будет ли она смотреть нам в след, или она повалится (с горя) на землю? Юрк. Салтаке, мĕскĕн, йăванат-каят (валится). СТИК. Ăрамра пĕренесем йăванса-кăна выртаççĕ! Бревна лежат на улице в симметричном порядке. (Частичка «кăна» придает здесь выражению оттенок восхищения). || Завалиться. Орау. Кайса, йăванас пуль: ăйăх килет. Пойти завалиться: хочется спать. || Вываляться. Абыз. Первей тикĕт çине кĕрсе йăванчĕ, тит (вывалялся в дегте). || О повалившемся кустарнике. Альш. Ун пек шывлă-шурлă çĕрсенче хăва выртать вара йăванса (лежит повалом). || Переваливаться. Бгтр. † Выртан каскă йăванса юлчĕ. Лежачий кряж перевалился. Ib. Мăн çул çинче упа йăванса пырать. (Çил-арман). || Катиться. Упа 678. † Эпир сирĕн патра килтĕмĕр, шурă çăмарта пек йăванса. || Валить валом. Якейк. Айтăрах! ăрамра шу йăванать! Вода так и валит (течет сильно) по всей улице! Сала 282. † Хура шыв юхать йăванса, хумăшпа хăях хушшинчен. N. Тинĕс хумханнипе тем пăсăкăш шыв хумĕсем тинĕс уттисем çинелле йăванса пынă та, вĕсем çинчи ялсене, хуласене нуммайĕшне хăйсемпе пĕрле тинĕсе, юхтарса кайнă. Сред. Юм. Çырмара çăмăр хыççăн шыв йăванать анчах (вода сильно течет). || О густом хлебе, который валится, стоя на корню. Сред. Юм. Кăçал тыр лапрах вырăнсĕнче йăванса пôлнă. Нынче хлеб на низменных местах даже лежал (хорошо уродился) || Ошибка, вм. явăнса? Н. Карм. † Хĕвелсемех тухать хĕрелсе, улма-йăвăçсене йăванса; пĕр тавранмасассăн, пĕр таврăнăп, хам çуралнă çĕр-шыва çаврăнса.

йăвă

(jы̆вы̆), густой, частый; густо, часто. См. йӳ, ю. Рук. календ. Прокоп. Икĕ чалăшран йăвă лартма юрамасть. Нельзя сажать (яблони) ближе, чем на две сажени друг от друга. ХЛБ. Ытла йăвă акма та юрамасть, сайра акма та аван мар. Нельзя сеять ни слишком часто, ни слишком редко. Календ. 1910. Йăвă шăтнă хăяра сайралатаççĕ те, вырăнне çĕнĕр сапаççĕ. Хыпар № 21, 1906. Ытлашши йăвăран хăш-хăш тĕпсене урăх вырăна кăларса лартрăм. Сборн. по мед. Чирлĕ çын йăвăран-йăвă ӳсĕре пуçлать. Больной начинает кашлять все чаще и чаще. Упа. 718. Эпир çавăрса илме йăвă чăршăлăхпа. кайрăмăр (пошли густым ельником). Ал. цв. 19. Алă-шăллисене кĕмĕлпе, ылтăнпа тĕрлет, çӳçисене ахах шăрçа йăвă тирет. Хыпар № 12, 1907. Вĕте вăрлăх аксан, калча йăвăрах шăтать (всходит гуще), теççĕ. Никит. Ыраш темме йăвă мар. Рожь (озимь) почему-то не густа. М. П. Петр. Пĕр тĕлте йăвă, тепĕр тĕлте сайра ан пултăр-ччĕ тесе, чухлас пулать (надо сноровить).

йăвăр

(jы̆вы̆р, jŏвŏр), тяжелый, трудный. Козм. Йăвăр (jŏвŏр) тяжелый. Полтава 61. Тимĕрленĕ Кочубей гетман тĕрми пашнинче (scr. башнинче) ларать йăвăр шухăшпа («в глубокой думе»). Ердово. † Пĕчик торă лашине йăвăр лава ан кӳлĕр. Не запрягайте маленькую гнедую лошадь в тяжелый воз. Самар. † Аслă шыв хĕрри кăвак чечек, йăвăр тăмсем ӳксен, тӳсеймест. А. П. Прокоп. † Çамрăк пуçма йăвăра хутăм (поставил в тяжелые условия), çичĕ ютшăн мар-ччĕ, тăваншăн. Цив. Пӳртĕнче çавăрăнса тухма та çук йăвăр шăршă кĕрет (тяжелый запах). || Грозный (о дожде). Собр. Пит йăвăр çăмăр килнĕ чухне, чĕкеç-курăкне татса илсе, икĕ алăпа икĕ енелле чĕрсе пăрахсассăн, çăмăр ик енелле сирĕлсе каят, теççĕ. || Густой. Н. Лебеж. † Хура вăрман çинче йăвăр тĕтре (густой туман), кайре пулĕ вăрманăн тăршшĕне. || Трудно, тяжело. Орау. Чăваш хушшинче пулман япаласам çинчен чăвашла калаçма йăвăр. Трудно говорить по-чувашски о том, чего нет в чувашской жизни. Н. Сунар. Пĕр кĕмĕл шăхличă панă: çак шăхличăпа шăхăрт, йăвăр кисен (если тебе будет трудно), тенĕ те, иртсе кайнă (старик). Орау. Йăвăр-им сана пĕр-ик-виç тенкĕ парасси? Чего тебе стоит дать 2—З рубля. С. Йăвăр килĕ сана (эп вилсен). Трудно тебе придется (после моей смерти). Сёт-к. Орапая йăвăр тьярăм (= тиярăм, тиерĕм) та, аран лăчăртаттаркаласа (скрипя) çитсе. || Альш. † Манран юлнă тур лашана ĕçе йывăр ан кӳлĕр. || Обида. Орау. Кăмăлна йăвăр ан ил те, вăл сирĕн ача вилет пуль. Не обижайся, но ваш ребенок, как мне кажется, умрет. Янтик. Çавсан сăмахсене вăл пурне те пит йăвăра илнĕ. На все эти слова он очень обиделся. Шемшер. † Виç картлашки посмине, эпир посмасан, кам посас? Çакă Шемшер йăвăр ятне, эпир илтмесен, кам илтес? (Солд. п.) Буин. † Çичĕ-юта йăвăр калас мар (не нужно говорить обидного слова): кăмăл çемçе, чăтаймăп. (Хĕр йĕрри). || N. Ку арманта шайкка йăвăр: хуçа шайккине йăвăр илет (т. е. слишком много берет лопатного). См. йывăр.

йăвăрăш

тяжесть, вес. БАБ. Тĕнĕлĕн пĕр пуçне эпĕ ларăп, тепер пуçне ман йăвăрăш (тяжесть, равную мне) çăнăх çакăр. N. Пуçран пысăк, хур-шăмми йăвăрăшĕ çук. (Хăмпă). Больше головы, а весом легче гусиного пера. (Пузырь).

йăвăрлăх

тяжесть, трудность, гнет. Рак. Çамрăкла йултăм йăвăрлăха. Я остался молодым на тяжелую долю (жизнь). || Притужина. См. йывăрлăх. Metaph. Зап. ВНО. «Сан çине йăвăрлăх хумалла. Последнее выражение применяется к непоседе». Ib. Йăвăрлăх = ленкер, притужины. СТИК. Йăвăрлăх — улăм витнĕ хуралтă çине, икĕ каштана пĕр çĕре вĕçĕсенчен кантăрапа çыхса, хуралтă тăррин икĕ енне яраççĕ. Н. Седяк. Иăвăрлăх = утă çине вĕçмесрен (= вĕçесрен) пусарнă çапă.

йăкăл

(jы̆гы̆л), подр. скользящим движениям (ног и пр.). Сунчел. † Йăкăл та йăкăл Пăраски, кăвак хӳре Наçти! Альш. Кунта тăрăст-тăрăс сиксе, тăпăр-тăпăр ташламаççĕ. Йăкăл-йăкăл шусакăна пыраççĕ хĕрсем урайĕнче. Н. Лебеж. † Йăкăл-йăкăл уттуна хĕр-юлташна парса хăвар. Свою кокетливую походку передай подруге (остающейся в девушках). N. Урапа йăкăл-йăкăл пырать (или: йăкăлтатса пырать. Здесь указывается на свободное, легкое вращение подмазанного колеса, но не на звук). Синьял. Икĕ йытти (не притяж.) тухрăç те, йăкăл-йăкăл турĕç (в подлин. йăкăл-икăл). N. Хусан урамĕнче пĕр йытă тутар лавкки умне тăнă та, chăjĕnne kălагsа, jăкăI-jăкăl tutaгsа tăгаt' (futuit inane).

йăкăлт

подр. мгновенности движения. Б Олг. Чĕлхипе йăкăлт, йăкăлт туат (быстро двигает). Якейк. Пĕр çол йăкăлт айăккалла пăрăнса йолч (встретился крутой поворот). СТИК. Така карта урлă йăкăлт сиксе каçрĕ: малтан малти урисене йачĕ, унтан кайрисене. Сред. Юм. Йăкăлт ― если прыгают через низкую ограду. N. Йăкăлт анчах туртса кăларнă. Е. Орлова. Йăкăлт каççа карĕ. Яжутк. Йăкăлт мулча хыçне! (Çиленни). Тип-Сир. Кĕтӳ патне çитнĕ чух, пĕр мулкача курчĕ те, чукмарпа печĕ. Мулкачăн хăрах ури хуçăлчĕ те, йăкăлт-йăкăлт сиксе каять. Микушк. Йăкăлт-йăкăлт сиктерĕп (буду качать ребенка). Мал. шк. вĕр. фиç. 33. Çав пăтасем хушшипе пилĕк пус йăкăлт тухса ӳкмелле пултăр (см. МКП, 106). || Совсем, все. N. Йăкăлтах этем кăларнă. Все (это) изобрел человек.

йăкăрла

(jы̆гы̆рла), болтать. КС. Пĕр ялта вăрра тытнă, тет те, кутĕнчен хулăпа йăкăрласа янă, тет (повертев прутом in ano). Орау. Самар кĕпĕрнинче пĕр ачана хĕр панче тытса, кутне хулăпа йăкăрласа янă, тет. Кайран ачи вилнĕ, тет. КС. Арлана шăтăкĕнчен йăкăрласа (вертя в норе) йĕкĕлтеççĕ (дразнят). Ib. Йытта хапха айĕнчен патакпа йăкăрласа йĕкĕлтеççĕ. Орау. Кĕлет айне йăкăрла, чăхсем тухчăр (пошурукай палкой). || Качать. Сред. Юм. Краççын пичкинчен, краççын кирлĕ полсан, пăрăх тăрăх йăкăрласа кăлараççĕ. Ib. Краççын пичкине йăкăрла. Выкачивай из бочки керосин.

йăкăртат

(jы̆гы̆рдат), гл. подр. быстрым, частым и коротким движениям. Орау. Чӳрече кĕленчи çинчен çăмăр шыв йăкăртатса юхать (течет быстрой извилистой струей по стеклу). Толст. Вĕсем (клопы) урайĕнчен йăкăртатса пыраççĕ (бегут) те, чашкă çине улăхса каяççĕ. Б. Олг. Кабы̆р х¬э̆р каjат похха jы̆гы̆рдатса; вы̆л п¬олат jы̆гы̆лhа х'¬э̆р, шох х¬э̆р, jазар. Тюрл. Йăкăртатса = хăвăрт, тӳрĕ, илемлĕ (напр. отать). Баран. 85. Курăк хушшинче пĕр май пăчăрсем (рябчики) йăкăртатса çӳреççĕ (семенят). Зап. ВНО. † Ĕçрен канлĕ пулсассăн, пирĕн ялăн хĕрĕсем пĕрнепеле вăрмана йăкăртатса утаççĕ. Орау. Арлă-арăмлă пасаралла йăкăртатрĕç. Тет. Шăши йăкăртатса чупса кайрĕ.

йăкăртмалла

назв. игры. Афанасьев, Çĕне-Кипек. Йăкăртмалла выляни. Йăкăртмалла час-часах çытармара вылаççĕ. Йăкăртмалла выляс пулсан, пур те çерем çине ĕретĕн ларса тухаççĕ. Хăшне-те-пулсан пĕрне хуралльçă (= хуралçă) тăваççĕ те, ларакансем хăйсене хирĕç тăратаççĕ. Унтан е пиçиххи, йе урăх япала илеççĕ те, хăйсем хыçĕнчен: ер, ер, ер те пул, тесе, çав япалана пĕр-пĕрин патне вăрттăн ута-ута яраççĕ. Çав вăхăтра вĕсем çав япалана мĕнле-те-пулсан çухатаççĕ. Хуральçи хытă пăхса тăрать те, вара çав япала ăçтине каласа парать. Хуральси çав япала ăçтине пелсен, ыйттисем хушшине кĕрсе ларать те, ун вырăнне хуральçа, камра çав япала тупăннă, çав тухать. Хуральçă çав япала ăçтине пĕлмесен, питĕ лайăх патак çисе илет: унăн пуçне аçампа чăркаççĕ те, е йĕвенсемпе, е чышкăсампа хĕнесе илеççĕ.

йăкăшт

подр. отрывистому скользящему движению. В. Олг. jы̆гы̆шт шохса к¬ар'ы̆ (тайно). Орау. Пĕр майра ман çумма пырса ларчĕ те, эпĕ йăкăшт тенкелин тепĕр пуçнерех сиксе лартăм. Вăл тата ман çуммарах ларать; эпĕ татах пуçнерех йăкăшт (быстро) сиксе ларатăп. Чуратч. Иăкăшт-йăкăшт шумашкăн хăми тикĕс пулин-ччĕ. Абыз. Йăван йăкăшт-йăкăшт шуса анать, тит (с лопаты).

йăлалăх

йăлаллăх, по обычаю; для формы (pro fоrmа). Ходар. Тата пăртак йăлаллăх кĕрпе-çăнăх авăртса хураççĕ (для «чӳклеме»). Орау. Пĕре-пĕре туртрăр-а хуть йăлалăх? Зачеркнули ли вы хоть одно слово, хотя бы для вида? Ib. Пĕр сăмахне те пулсан хуратрăр-и йăлалăх? (хоть для формы, вульг. «для проформы»).

йăлăнтар

понуд.ф. от. гл. йăлăн. Цив. † Йĕс хапха витĕр йăлăнтарăпăр. || Капризничать, обижаться попусту. Ст. Чек. Йăлăнтарчĕ пулĕ ĕнтĕ, пĕчĕкçĕ ача пек (о капризном госте, которого надо упрашивать выпить, и пр.). Юрк. † Хĕр-арăмăн йăлăнтарни ар умĕнче килĕшет. Сала 187. Малтан: улăхтар, тесе, аптăратрăн, халĕ тата йăлăнтарса, выртатăн (раскапризничалась). Хурамал. Çынна пĕрер çĕре чĕнсессĕн, пымасан: айта ĕнтĕ, ан йăлăнтар! теççĕ. (В Тюрлеме — ан тилмĕрт). Б. Эпĕ, кулача илмесĕр, йăлăнтарса, пĕр кĕтессе кайса лартăм. Тимер. † Юман хапха тĕпĕнче йăлăнтармăпăр ютсене; хырă кĕлет умĕнче хурлантармăпăр йыснана. В. Олг. Шаймурз. † Кĕмĕл çĕррĕмĕр те пур, ылттăн çĕррĕмĕр те пур; савап, тесе, ан йăлăнтар, савакансем тата пур.

йăлăхтар

понуд. ф. от гл. йăлăх, надоедать, приедаться, пресытить. Ст. Чек. Çутталла 156. Сывви сывă та-халĕ, пĕччен çӳреме йăлăхтара пуçларĕ (стало надоедать шататься одному). Орау. Пĕр ĕç йăлăхтарать, мĕн-те-пулсан урăх ĕç тытас (надо немножко развлечься другим делом). N. Кулаç йăлăхтарчĕ. Изамб. Т. Тата çитменнине ĕрешмен (= эрешмен) картипе çынсене йăлăхтарат. Выçăхакансем 27. Ку сăмахсем ытла та йăлăхтармалла пулчĕçĕ (надоели).

йăлла

захлеснуть петлей, застегнуть. Сир. 128. Ун урине йăлă йăлласа илĕ. N. Хайхистерĕ (= хайхискерĕ) карчăккине вĕренпе мăйĕнчен йăлларĕ, тет те, хăй, мачча çине хăпарса тăрса, турта пуçларĕ, тет. Сака. 520. Старик хай çынна путпултан исе тухат та, пĕр лаша мăйĕнчен тилкепепе йăлласа, çыхса йарат, тет. М.Д. † Сирĕн çири йийен китай-тăр; тӳмелесен, тӳмми кĕмĕл-тăр; йăлласан, йăлли пурçăн-тăр.

йăлт-ялт

подр. неодинаковым мгновенным движениям. Зап. ВНО. Йăлт-ялт сиккелет. IЬ. Чĕрĕ пулă йăлт-ялт! сиккелет. Çутталла 70. Çуна хыççăн çамрăк тиха, кĕçенсе, йăлт-ялт! сиккелесе чупать. СТИК. Йăлт-ялт! сиккелесе çӳрет («прыгает мегко, весело»). Сёт-к. Çиçĕм йăлт-ялт турĕ. IЬ. Йăлт-ялт пăхать. Регули. 1288. Йăлт анчах кортăм (я видел только в течение одного мгновения). IЬ. Çиçĕм йăлт-ялт çиçет. Ч.С. Манăн лаша, тĕрлĕ сас-чĕвĕрен хăртлатса хăраса, йăлт-ялт пĕр енчен тепĕр енне сиксе ӳкет (на пожаре). Сред. Юм. Хавасланнă çын пит йăлт-ялт çӳрет («показывает на легкость ходьбы»). IЬ. Йăлт-ялт пăхать («по временам скоро оглядывается!»). Орау. Пăхкалать, йăлт-ялт пăхкалать (быстро осматривается); унтан, мана курчĕ те, хăмла çине (в хмель) кĕрех карĕ. || Подр. прядению ушами. Сунт. 1926, № 7,3 Пырсан-пырсан, пуçне ывăтса хăлхисене йăлт-ялт вылятса илет.

йăлт

(jы̆лт), совершенно, совсем. См. МКП. 129, 130. N. Ĕлĕк пĕр ватă карчăк пулнă, тет. Йăлт йӳтенĕ (чрезмерно старая; в Хорачка толкуют: дэзэ аҥграны, пэ̆тнэ̆), тет. Истор. Вĕсем çапла... йăлт хатĕрленсе çитнĕ. N. † Окошка умĕнчи кăвак çеçки пӳрте майлă (к избе) выртмаççĕ, йăлт хирĕçле выртаççĕ. Сĕт-к. Хватлă çомăр çуса Мочкаш çинчи, Выл çинчи армансене йăлт хирсе кайнă (армансам татса кайнă). Изамб. Т. Йăлт аптăрамалла, совсем потеряешь голову. Бюртли-Шиг. Вăл вара вĕсен чен малтан йăлт ыйтса, тĕпчесе пĕтерет-чĕ. N. Кунта йăлт чăваш. Здесь все чуваши. Собр. † Курка сарă тийиса, йăлт та йăлтах (совершенно, до капли) хурас (выпивать) мар, хамăра намăс кӳрес мар. См. йăлт.

йăлтах

(jы̆лдах), из йăлт + ах), все, целиком Н. Тойдеряк. Ӳлĕм çавăн пек япаласене йăлтах манăçĕ. В будущем о таких вещах совсем забудут. Зап. ВНО. Йăлтах, совсем. Ib. Вăйлă çумăрпа ӳтăсене улăхра йăлтах юхтарса кайнă. КС. Йăлтах пар. Совсем отдай. Ст. Чек. Çăккăр йăлтах пĕттĕрĕ (= пĕтрĕ). Хлеб весь вышел. Ib. Йăлт пĕтрĕ. Вышел весь, дочиста. Латыш. Йăлтах кăлартăм, пĕр ним те юлмарĕ, тет карчăк. Сёт-к. Йор йăлтах ирĕлсе кайнă. Снег весь растаял.

йăлтам

повидимому, описка вм. йăлттам. Ч.С. Пирĕн пĕр-сăрă лаша пур-ччĕ. Вăл кĕçĕнтерех те, пит йăлтам: ярсан, таçта та кĕрсе кайĕ-ччĕ. См. йăлттам.

йăлтăр-ялтăр

подр. неодинаковым и не отрывистым сверканиям. См. МКП. 11. Çутталла 31. Кĕпи çанни (рукав) вĕçĕ, текех сăмсине кĕпе çаннине шăлнăран, сăран пек хытса кайнă, йăлтăр-ялтăр туса тăраччĕ. И. Афанасьев. Йăлтăр-ялтăр çиçĕм çиçе пуçларĕ. Сред. Юм. Вăл смаварне пит сĕрсе тасатнă (начистил), пĕтĕмпе йăлтăр-ялтăр-çиç курăнса тăрать. Ib. Йăлтăр-ялтăр, тесе, çутă япаласĕм кас-кас куçа курнса кайсан, калаççĕ. П.П.Т. Çапла пĕтĕм çерем, ялăн пĕр хĕрри, кăнтăрла енче, йăлтăр-ялтăр, хĕп-хĕрлĕ те çап-çутă (от ярких костюмов). Сказки и пред. чув. 38. Çумăр пулсан, йăлтăр-ялтăр çиçĕм, кĕмсĕртеттерсе аслати авăтать. Сенчук. 512°. Çĕнĕ пӳртĕн маччисем, йăлтăр-ялтăр сухăрисем (блестит смола). Ч.С. Пĕрре çиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçрĕ те, пĕтĕм куçа кĕрсе кайрĕ (ослепила глаз). Череп. Йăлтăр-ялтăр курăнат. Альш. «Сиçĕм йăлтăр-ялтăр çиçет ― зигзаги, а йăлтăрт-йăлтăрт çиçет — отрывисто видно»). Çиньял. Йăлтăр-ялтăр йăс (=йĕс) тавраш çутатмасан çуталмаçть. Сёт-к. Хвел çуттинче сăн виттĕр (сквозь зеркало) йăлтăр-ялтăр твать. ЧП. Йăлтăр-ялтăр юр çăвать. Ст. Чек. Шуйттан йăлтăр-ялтăр туса хăпарса карĕ, тет.

йăлтăра

(jы̆лды̆ра), блестеть. N. Юпи йăлтăраса унки шăнкăртатса тăрать. (Такмак). Юрк. † Икĕ çĕрĕ, кĕмĕл çĕрĕ, нумай йăлтăрарĕ аллăмра. Бюрг. † Сарă хĕрĕн уринче Чĕмпĕр пушмакĕ йăлтăрат. || Улыбаться. КС. Т. VI, 27. Эсĕ ху та пĕлетĕн, эпир пĕр сăмахсăр пурăнаймаспăр; кил хушшинче вăрçас та шăмарас та пулат, кулас та йăлтăрас та пулат. (Моленье хĕрт-сурт'у). Янтик. Ку хĕр путлĕ мар пуль, ытла пит йăлтăраса тăрать (улыбается, вертится, кокетничает). || Блестящий. Хорачка. Jы̆лды̆ра шы̆рча (мы̆jа с'агаччы̆, хаклы̆ мар). Çеçпел М. 15. Çил-тăвăл иртсессĕн, йăлтăра çанталăк кăмăллăн та лăпкăн ачашланса канĕ.

йăлтăртат

блестеть, сверкать. Алекс. Нев. Ĕлĕк йăлтăртатса ларакан хуласем, ялсем вырăнне хуп-хура çĕр тăрса юлнă. N. Йăлтăртатакан, мерцающий, блестящий. Шорк. Ылттăн укçа йăлтăртатса-кăна тăрать. Ч.С. Çăмĕ хăйĕн çамрăк тиха çăмĕ пек кĕскеçеççĕ те, яп-яка йăлтăртатса курăнса тăрат. Шибач. Йăлтăртат, светлеть. N. Вăл хапха çил-хĕвелпе шăлтăртатать, хĕрӳ хăвелпе йăлтăртатать. Юрк. Çăлтăрсем пит йăлтăртатсан, хĕлле сивĕ, çула уяр пулат. Чув. прим. о пог. 16. Пĕлĕтлĕ кун хĕвел анас чухне йăлтăртатса пăхсан, вăрах йĕпе пулать (у Юрк. ― пĕр эрне йĕпе пулат). Если в облачный день солнце перед закатом ярко сияет, то будет продолжительное ненастье (у Юрк. - будет неделю ненастье). Ib. 71 Çăлтăрсем пит йăлтăртатсан (выллясан). Если звезды очень блестят (мерцают, играют). || Переливаться (о блестящей материи). Быть блестящим, изящным. Сред. Юм. Йăлтăртатса тăрать (изящно отделано). Т. К. † Çӳреймерĕм йăлтăртатса, каяймарăм ял ачине. Хорачка. Хĕр ача йăлтăртатса тăрат (хуне хуа та пĕлмест). Девица важничает, форсит, кра-суется. Пшкрт. jы̆лды̆ртатса с'ӧрӓт каβы̆рдатса, т. е. капăртатса (форсит).

йăлттам

(jы̆лттам), легкий, быстрый, проворный, поворотливый. СПВВ. Йăлттам — шустрый, бойкий. Орау. Пулать те кам (бывает же) йăлттам çын ― чăрăш тăрне пĕр самантра(-нтра) пакша пек кăчăр-качăр хăпарах карĕ! Ib. Пулать те кам йăлттам çын — ташлать, ваçка, ури-алли çĕре пернмеçт! Изамб. Т. Йăлттам лаша ― бойкая лошадь. Хурамал. Йăлттам — çăмăл çӳрекен выльăх: йăлттам лаша, теççĕ. Кан. 1927, № 241. Йăлттам хĕвел чупать. || Ст. Чек. Йăлттам = чуман (лаша), ленивый (сомн.?) || Ст. Чек. Йăлттам — уяв çын, пурне те илтекен, куракан (проныра).

йăлттари

лотерея. N. Эп хам сехете йăлттари ятăм (разыграл). СТИК. Эпĕ хам чассие йăлттари ятăм. Я разыграл свои часы. Ib. Атьăр йăлттари выляма! Йăлттари вылянă чухне темиçе шăпа (билет) тăваççĕ; иногда один билет приобретают двое, тогда говорят: «иккĕн пĕр пая кĕнĕ». Берут две шапки: в одной — номера, в другой пустые билеты и один с назв. вещи.

йăмăх

(jы̆мы̆х), ослепляться; болеть (о ломоте). Тюрл. Йăмăхать куç, хĕвел çине пăхтармас (болит). КС. Хĕвел çине пăхсан ― куç йăмăхать. Ib. Пĕр-май хĕрлĕ çине пăхсан, куç йăмăхса каять. См. шар. Ст. Чек. Куçа хупман чухне япала тивсессĕн, куç йăмăхат. Календ. 1904. Куçĕсене иккĕшне те лайăх пăхас пулать: йăмăхмаççĕ-и? А. Турх. Йăмăхас («глаза от света или ветра»). Чув. календ. 1911. Хăш чухне тусанпа е шăрăхпа куç пăсăлать, куçĕ, хĕрелсе кайса, тем тĕрлĕ йăмăхса сурать. Сред. Юм. Паçăр ыраш пĕрчи куçа сирпĕнсе кĕчĕ те, куç хал те йăмăхса тăрать. Давеча в глаз попало ржаное зернышко, и глаз до сих пор болит. Сборн. по мед. Ун пек çĕрте сывă куç та йăмăхать, хĕрелсе каять.

йăмлăх

материя (вещество). Крайне сомн. сл! N. Хăйсем вĕсем час-часах калаççĕ: ăçтан йăмлăх (маттери) пулнă? теççĕ. Ib. Хăш çынсем: маттери (йăмлăх, япала амăшĕ, япалалăх), чăсăмлăх (пространство) ĕмĕр-ĕмĕрех пулнă, вĕсене никам та пултарман, тесен, ĕненмеççĕ. Ib. Ăслă çын та пĕр тĕслĕ йăмлăхранах (маттеринченех) пулнă. (Я думаю, что этого слова в языке нет).

йăмпăлтан

(jы̆мбы̆лдан), назв. рыбы. Якейк. Йăмпăлтан ― хупăсăр, пĕр шыт тăршши çинçе полă; вăл полă шăва (= шыва) хирĕç хытă, çӳрет.

Йăнар

назв. леса. N. Эпĕр малтан шыв хĕрине кайрăмăр арман патне çитеччен. Унтан, кĕпер урлă каçса, Йăнар кĕпери патнел(л)е. Унтан, Мăн çăл тĕлми урлă каçса, Йăнар каççи патнел(л)е. Вара эпир вăрмана çитрĕмĕр; вăл вăрмана Йăнар теççĕ. Ядр. (Уб. в.) Пирĕн патра, хамăр ялтан инче те мар, пĕр вăрман пур; ăна Йăнар теççĕ.

йăнăш

(jы̆ны̆ш), стонать. Сказки и пред. чув. 36. Нумай та вăхăт иртмерĕ, Янтрак çырма тĕпĕнче йăнăшнийĕ илтĕнчĕ (послышался стон). СЧУШ. Хăй чаршав айĕнчи вырăн çине выртнă та, мăш-мăш тăва пуçланă, кĕлте урапи килнĕ пек йăнăша пуçланă. Ч. П. Йăнăшăп, анне, макăрăп, анне. Я, мама, буду плакать и стонать. КС. Йытă йăнăшать (скулит). Эльбарус. Раштав омĕн Пишон пĕр-ик эрне çĕрĕ-çĕрĕпех йăнăша-йăнăша вĕрчĕ: Шибач. Йăнăш (jŏнŏш), стонать. КС. Тата хăшĕ йăнăшша (jŏнŏшша) çывăрать (аташша çывăрать). Иной еще во сне стонет (бредит). Ныть, канючить. N. Карчăкки (говорит старику): санăн анчах хăпарса пăхмалла-и? мана та хăпартса кăтарт (т. е. репу, растущую на подволоке), тесе, тек йăнăшать, тет. Хорачка. Йăнăш, (jŏнŏш), ныть. КС. Йăнăшша ан тăр! Не вяньгай! (гово-рят детям, когда они канючат).

йăнк-янк

подр. неодинаковым зыблениям или качаниям. Е. Орлова. Йăнк-янк ярăнтарса пырать (пролётка). КС. Турат йăвăç çине ленкнĕ те, йăнк-янк силленсе тăрать (качается; то же и в Сред. Юм.). || Подр. звону в ушах. СТИК. Каçхине, пӳртре пĕр сасă-чĕвĕ те çук чухне, хăлха йăнк-янк туса тăрат.

Йăнкă-ворри

(jы̆ҥ'гы̆-воρρиы), устье р. Юнги. || Назв. духа. В. Олг. Йăнкă-вăрри ― киремет мар, антихрист. Мана салтакран хуар тет, эп сана ут парăп пĕр мăшăр, тепĕр мăшăр мăкăр парăп, тепĕр мăшăр така парăп, тепĕр мăшăр куакал парăп, тепĕр мăшăр хор парăп. Потом, салтакран олталаса хуарат, вăл йолатах уш. Потом хайки (так!) порнат-порнат, вăл йомăçа каят, сумар полат. Йомăçа кайсассăн, калат: эсĕ, тет, салтакран йолнă чоне Йăнкă-воррине асăнтăн, тет. Вот эс пама полнă пĕр мăшăр ут, пĕр мăшăр мăкăр, пĕр мăшăр така, пĕр мăшăр куакал, пĕр мăшăр хор. Çана парсассăн, эс суалатăн, тет. Сиччас парат исо порня та (= пурне те), и çичас суалат. Ашне хуа çиет, шăннине çонтарса парат.

йăнкăл-янкăл

(jы̆ҥгы̆л-ҥгы̆л), подр. качающейся походке высокого мужчины. Икково. Янтик. Епле йăнкăл-янкăл туса утса пырать; таçта васкат у тĕрлĕ (торопится и шагает неравномерно быстро). КС. Лаша тăтăрхи пулмасан, йăнкăл-янкăл утать (слабо, нетвердо). Сред. Юм. Йăнкăл-янкăл ôтать = енчен енне сôлланса пырать. СТИК. Йăнкăл-янкăл — форсун (хорошо одет, отбивается от работы). N. Йăнкăл-янкăл — шальной. Тюрл. Йăнкăл-янкăл солланса пырать (напр. хăнкăра; о слабо привязанном колокольчике). || Подр. неодинаковым дижениям легко проглатываемых предметов. СТИК. Хай выçнă хырăм йĕркелĕ те çие пĕлмест: салмасем пĕр чăмлăмасăр йăнкăл-янкăл анса каяççĕ.

йăнкăлтат

звенеть. Чув. тексты. № 2. Шăнкăравĕ пĕр май йăнкăлтатать (звенит), тит. || Слоняться по домам. Изамб. Т. Йăнкăлтатса çӳрет. Слоняется от одного человека к другому. || Бубнить.

йăнкăр

подр. звону тонкого льда. КС. Анчах шăннă пăр çине пĕр-пĕр япалапа персен, пăр йăнкăр-р-р! тăвать.

йăпан

(jы̆бан), утешаться, забавляться, развлекаться. СТИК. Йăпанас ― разгуляться; стряхнуть скуку, однообразие. Ib. Çавăнта кайcа, кăшт йăпанас пуль-ха. Альш. Ĕлĕк пĕр старикпе пĕр карчăк пурăннă: вĕсен пĕр ача, та пулман. Старикĕ арăмне калат: карчăк, тăмран кĕлетке тăвар та, çавăнпа йăпанаппăр, тет. Н. Карм. † Пире турă чĕлхе мĕншĕн панă? ― Пĕр-пĕринпе калаçса йăпанма. Баран. 163. Кăркăс халăхĕ тискер кайăксем, вĕçен-кайăксем тытма çӳресе йăпанма юратать. Толст. Е алă ĕç туса йăпанса ларнă. Юрк. Çапла эпĕ хĕле (зиму) епле-те-пулин (кое-как) йăпанса ирттертĕм. Кĕвĕсем. Эсир йăпатнипе йăпанас çук, манăн шухăш кайрĕ аяккалла. СПВВ. ВА. Йăпанас ― киле кӳрсе йăпаччен. Букв. 1904. Хăнисем ĕçсе-çисе, выляса-кулса, йăпанса лараççĕ. Орау. Йăпанса ларать. Развлекает себя от скуки. Мешкать. Альш. Курсан, чĕнмесен, аван мар; чĕнсен, тек йăпанасси, тет.

йăпат

(jы̆бат), понуд. ф. от гл. йăпан, утешать, успокаивать, уговаривать, развлекать, ласкать, обманывать. ЧС. Мана хай йăпата-йăпата чарчĕç (от плача) те, анне патнерех пырса пăхрăм. Ib. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах. Çынсем пире йăпатаччĕç (утешали). Собр. Йалан çын йăпатнипе пурăнаймăн, теççĕ. (Послов.). Чăв. й. пур. 32°. Çынна йăпатма-илĕртме пит ăста пулнă, епле-те пулин çынна йăпатса, унтан эрех эçнĕ. N. † Хăйсем чĕлхисемпе йăпатăççĕ: ăсататпăр, тесе, каламаççĕ. Бюрг. † Ах, йăмăкçăм (ячĕ)! çынсемех йăпатĕç: ют çынна кайрĕ, тесе; йăпатса ыйтсан та, ан кала: юта кайрĕ, тиесе: манăн çамрăк пуçаях хĕн килĕ. Б. Бур. † Мĕшĕн вăйя тухмастăр, чунăрсене йăпатма. Альш. Аранçĕ кĕтме хушать-и, япала çук, тет-и, е мĕнпе-те-пулсан йăпатса ярать-и. Б. Акса. Выç хырăма йăпатма эпĕ пĕр çарăк çирĕм. Чтобы успокоить голодное брюхо, я съел одну репу. Альш. † Ĕнтĕ ăсататăр, йăпататăр, каяс та çулсем вăрăм, кун кĕске. Янтик. Йăпат ачана, Марье! Успокой (утешь), Марья, ребенка! Улещать. N. † Кĕримĕски çĕлĕкне чалăш лартса, кама ăсатрăн çурăн çĕрĕнче? (в весеннюю ночь; вероятно, здесь ошибка вм. çĕрĕн çурринче, т. е. в полночь?). Кăмăлăр савса, пил туртса, йăпатас мар çемçе чĕлхепе. Кого это ты проводил в весеннюю ночь, надев набекрень свою крымскую шапку? Если ты действительно любишь и у тебя лежит ко мне сердце, то не надо бы тебе утешать меня своим нежным языком. СПВВ. Йăпатма — илĕртме. || Отвлекать (от дела). Ст. Чек. Çак вара килсен, тек сăмахĕпе йăпатса тăрат (отвлекает от работы). См. Золотн. 213. Обманом заставлять терять дорогое время. || Гладить (лаская). КС. Хĕн-хур. Улпут вара, Ануша пуçĕнчен йăпатса (погладив по голове), каланă. || Удерживать. Хурамал. † Каяс çулсем вăрăм, кунсем кĕске, ан йăпатăр (не удерживайте) çемçе чĕлхĕрпе.

йăпăр-япăр

подр. неодинаковым живым, быстрым, моментальным движениям. Чĕр. чун яп й.-к. пур. 18. Малти урисемпе йăпăр-япăр ярса илсе, темиçе пая туртса та чĕрет. Шел. II. 19. Ĕç çыннисем ĕç панче йăпăр-япăр çӳреççĕ. М. П. Петр. Йăпăр-япăр, наскоро, наспех, вдруг. Регули. 1289. Йăпăр-япăр кайса килем. Живо схожу. Ч.С. Эпир йăпăр-япăр (или япăрт, КС.) сиксе тăтăмăр. Сред. Юм. Йывăç тăрне йăпăр-япăр ôхса кайрĕ («показывает скорость и легкость движения»). Сёт-к. Йăпăр-япăр пытанса лартăм. Я моментально спрятался. Алик. Йăпăр-япăр мульча хыçне. (Çиленни). Кора-к. Йăпăр-япăр улча юпи хыçне. (Çиленни). Шел. 139. Йăпăр-япăр пускалать. Зап. ВНО. Йăпăр-япăр, моментально. Ib. Йăпăр-япăр Праски, кăвак хӳре Наçтаççи. Янтик. Йăпăр-япăр шыва кĕчĕ те, тухса кайрĕ. На скорую руку окатился водой и вышел. Собр. Йăпăр-япăр енешпи, ырçа çинче пĕр канаш. (Шăши). Начерт. Йăпăр-япăр, разом, вдруг, не приуготовившись. Ст. Чек. Ку пулă йăпăр-япăр выляса çӳрет.

йăпăх-япăх

плохой. Яргуньк. Кĕпер çинче пĕр майра: шта каятăр? тесе, ыйттăрĕ, тет. Лешсем: пире унашкал йăпăх-япăх майра ан чăрмантарнă пултăр! терĕç, тет.

йăпăш

(jы̆бы̆ш, jы̆βы̆ш), подр. тихо, незаметно. Урож. год. Пирĕн Иван, вăтанса, йăпăш шурĕ тулалла. Пшкрт. jы̆βы̆ш, тихо. Урмай. Ун йăпăш, кун йăпăш, Энтри пасарне кĕрех кайăп. (Урай шăлни). Бгтр. † Йăпăш-йăпăш тăвакан, çавă пулать (хĕр ятне асăнаççĕ). Окть. 21. Пĕр сас та (= сасă та) илтĕнмест, йăп-йăпăш тĕнчипе. Не слышно ни звука, во всём мире полная тишина. || Тишина. Окть. 21. Аван-ĕçке тĕнче кĕввине каçхи йăпăшра итлеме. Хорошо слушать в вечерней тишине мировую мелодию.

йăпшăт

(jы̆пшы̆т), поджать. Пшкрт. Йытти, хӳрине йăпшăтса, решеткен пĕр кĕтессине пырса, лăпчăнса ларнă.

йăр япăш

(jы̆р-jабы̆ш), очень юркий; вертушка СПВВ. ЕС. Йăр-япăш — ларнă вырăнĕнче тĕк лара пĕлмен çын. Вăл пĕр пӳрте кĕрет, пĕр тула тухат. || К.-Кушки. Йăр-япăш — ловкий, разузнает все; вертлявый, бойкий.

йăрак

(jы̆рак), основное знач. неизв. Нюш-к. Йăракран пĕр тĕс. Одно и то же кушанье надоедает.

йăран тăпăлтарни

обряд подымания ног (невесты). Ильм. (б. Буинского у.). Çапла çӳресен-çӳресен, каччи килне пыраççĕ. Хапхаран кĕрсен, çĕнĕ-çын çуна çинчен аниччен, каччи йăмăкĕ, хĕрсемĕш пуласси, тухать те, çуна çине улăхса, виçĕ хуччен инкĕш урине çĕклет. Çапла ура çĕкленнине йăран тăпăлтарни теççĕ. Альш. Унтан вара ку каччийĕн йăмăкĕ хĕрийĕн сылтăм урине, кĕллинчен-мĕнтен тытса, вăш-вăш виçĕ хутчен çӳлелле çĕклет. Кăна: йăран тăпăлтарать; йăран тăпăлтарни, теççĕ. Туй. Тата пĕр хĕр-ача, урапа çине çĕн-çын патне улăхса, урине пăртак çĕклесе пăхат; ăна: йăран тăпăлтарат, теççĕ. || КС. Йăран тăпăлтарни — теребить всякий овощ.

йăран-тĕми

бугорок, образующий межу. Капк. 1928 № 18. Инçе кайрĕç-и, сахал-и, — пĕр йăран тĕми çине ларса, кукăле çавăрса хучĕç (уплели; т. е. съели).

йăрăм-ярăм

подр. плавному качанию паутины. N. Эрешмен карти йăрăм-ярăм йарăнса тăрать (качается плавно. || М. П. Петр. Йăрăм-ярăм — полосатый, перистый. Ib. Йăрăм-ярăм пĕлĕт, перистые облака. || Гирляндами. N. Тинĕс тĕпĕнчен çĕкленсе тухакан йăрăм-ярăм курăк. ||Продолговатыми пятнами. Альш. Элшелĕнче çур ял пĕр икĕ пусăран-кăна ăсса тăрать ĕçме, чей хума, ыттисем вара хăшин сап-сарă навус е йăрăм-ярăм тикĕт. || Полосами. Альш. † Хура пӳртĕн маччисем йăрăм-ярăм хăрăмĕ.

йăркка

(jы̆ркка), бегать, без дела. Городище. Кунĕпе йăрккатăн. Сред. Юм. Пĕр-май йăрккаса ан çӳрĕр пӳртрен тôла, пӳрте сивĕтетĕр. Не бегайте то-и-дело понапрасну из избы на двор, студите избу. Ib. Мĕн тек, пĕр пӳрте, пĕр тôла тохса йăрккаса, пӳрте сивĕтсе çӳретĕр?

йăска

сновать туда и сюда. Сред. Юм. Пĕчик ачасĕне, хĕлле пĕр-май тôла тохса çӳресен, мĕн йăскаса çӳретĕр? теççĕ.

йăттар

понуд. ф. от йăт. N. Ача хăйне алăра çĕклеттерсе (йăттарса, тытса) çӳреттересшĕн. Ребенок хочет, чтобы его (всё) носили на руках. || Заказать доставить во множестве, в изобилии. Кан. 1928 № 239. Правлени пĕр ырă вăхăтра... тĕкĕрсем, туххи, пăрăç йăттарса килет.

йăт пăхĕнчен те çăмăл

это выражение указ. на легкость выполнения работы. Городище. Пĕр сарăм авăн çапасси йăт пăхĕнчен те çăмăл.

йăтă

(jы̆ды̆), собака. См. йыт, йытă. КАЯ. Орау. Йăтă шăмă йăтса килчĕ. Собака притащила кость. Якейк. Йăтă çиман патак кăтартăп эп сана. Я изобью тебя, как Сидорову козу. А. П. Прокоп. † Ай-хай, йăтă-йĕкĕт илĕртеççĕ хĕрсене! Ст. Чек. Йăттăнне илĕ туртса: чикарккă, тесен! Орл. II. 239. Хура йăтти çакăнса тăрат, хĕрлĕ йăтти ăнах вĕрет. (Вутпа хуран). Якейк. Эс те çана тусан, ман сăмса йăт котне! (т. е. никогда тебе не сделать). Ib. Эс те лаша илсен, ман сăмса йăт котне! Лашман. † Арман хыçне вир акрăм, çерçи йăтти (жадный воробей) вĕренчĕ. Ст. Ганьк. Çав Иван йăттиех хытланнă пуль-ха кăна та. Наверно, это сделал тот же негодяй Иван. Якейк. Санашкал пуçа йăтта персен (если бы я решился быть таким же бессовестным, как ты), эп те топмалах (= тупмаллах) та, ман тольккă апла тăвас килмеçт. Çĕнтерчĕ 20. Икĕ алла йăтта касса парам ― пĕтет! Я готов отдать руку на отсечение («руки псу»), если он не погибнет! Ib. 22. Ахаль каламан: йăтти, мăнтăрлансан, хуçине тапăнать, тесе. Ст. Чек. Лашсене йăтă пек туса килчĕ. Измучил лошадей донельзя («как собак»). N. Йăтă çăварĕнчи шăмма илеймĕн, тиççĕ. (Послов.). N. Эпĕ корнă хурлăха ялти хора йăтă та корман поль? Ст. Чек. Йăта йĕрет (скулит). || Лицо, играющее роль собаки (в игре). N. Йăтта юлни ăрамăн пĕр хĕрĕнчеп тепĕр хĕрне çитиччен хăвалама тытăнат.

вăталăк

(вы̆далы̆к), то же, что вăталăх. Пшкрт. || Календ. 1907. Вăталăкран хурсан, пĕр теçеттинерен... (в среднем).

вăталăх

(вы̆далы̆х), средний (из братьев или сыновей). Н.-Сережк. Эпир пиллĕкĕн пĕр тăван, эпĕ вăталăхĕ (я средний из братьев). Вомбу-к. Вăталăхĕ (ывăл) — пос-килсем калаççĕ. || Лубочный потолок у овина. Торх., Ходары.

вăтам

(вы̆дам), средний; умеренный. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 42. Пирĕн Раççейре вăтам çĕртипе çур-çĕр енчи кĕпĕрнесем валли пилĕк пусăллă акас йĕрке лайăх пулмалла. СПВВ. Вăтам çын, человек среднего роста. (Сред. Юм. id.). Альш. Пирĕн чăваш вăл вăтам çын темелле: ытла çӳлĕ çын мар, сарлака мар. Орау. Пирĕн пата паян Хапăссем, пĕр вăтам çын, кĕрсе тухса карĕ (заходил человек среднего роста). Календ. 1904. Праçниксем аслисем, вăтаммисем, кĕçĕннисем пур. Н. Шинкус. Хăй ку (она) вăтамрах, лутрарах, хурарах арăм; çийĕ-пуçне яка тытаканскер ку (она). КАХ. Юлашки чустинчен тепĕр вăтам пашалу тăваççĕ. См. лапрашки. Н. Карм. Вăтам çын, средний человек, пысăк та мар, пĕчĕккĕ те мар. Ал. цв. 22. Вăтам çулти пулсассăн, импиччем пул. Истор. Тутарсем вăтамрах, сарлака çан-çурăмлă çынсем пулнă. Кан. 1927, № 234. Вăтамран илсен (если взять в среднем) перес тĕлĕшпе (в отношении стрельбы) питĕ начаррисемех курăнмарĕç. Ib. Çунасси вăтамран (в среднем) сакăр-вунă (сакăр-вун) минута пырать. || Мыслец. Вăтамĕ — средняя часть льна. Пшкрт: Вы̆дам — второй сорт конопли. См. кантăр. Алгазино. Сорта волокна (льна и конопли): 1) лапрашки, 2) вăтам, 3) палчас (с л'), 4) вар. || Неолог. Эпир çур. çĕр.-шыв. 23. Вăтам шкул çук-халĕ. Средней школы пока нет.

вăтам шут

средний счет, расчет. Кан. 1927, № 272. Ыраш пĕр теçеттинран (= теçеттинерен) вăтам шутпа 80 пăт тухать.

вăтăр

(вŏдŏр, вы̆ды̆р), тридцать. Янтик. † Туя начар тумашкăн пирĕн аппа начар мар: вăтăр купа капан пек, аллă лаша вăйĕ пек. Аттик. Вăтăр пиллĕклĕх тенки, монета в 10 коп. серебром. В. Олг. Вăтăр саккăр, 11 коп. серебром. Сказки и пред. чув. 90. Вăтăр та пĕр шуйттан пек вăрман улать: у-у-у! || Тридцатый. Бгтр. Эпĕ çирĕм тăхăр патшалăх орлă, вăтăр патша çĕрĕнче порăнатăп.

вăтăрăр

вы тридцать; тридцать из вас. Ала 80. Тата вăтăрăр пĕрле мана валли пĕр кӳме тăвăр, терĕ тет, старик.

вăтăрсăр

вы тридцать, тридцать из вас. К.-Кушки. Вăтăрсăр та пĕр пӳртрех выртса пурăнăр. Вы, все 30, будете иметь (или: имейте) местом для ночлега одну и ту же избу.

вăтăр

(вы̆ды̆р), чакрыжить. Изамб. Т. Эпир ĕнер çиччĕн пĕр ана ыраша вăтăртăмăр та тухăрăмăр (шибко жали). Ib. Пĕр çаран утă вăтăрса тухăрăмăр. Ib. Ĕнер кунĕпе вăрман вăтăртăмар (рубили дружно, шумом, быстро). || Выдирать с корнем (иногда без корня). Альш. Пахчана кĕнĕ те, пĕтĕм сухана (лук) вăтăрнă-тухнă. Ib. Кĕпçене кайнă та, кĕпçе темĕн чухлĕ вăтăрса килнĕ (нарвал). Ib. Вăрман тымарĕсене вăтăраççĕ-кăна. КС. Çав çын пирĕн усрава пынă та, йывăççене йăлт вăтăрса тăкнă. М. Васильев. № 3, 37. Пăртак ларса канать те, каллах пуçлать вăтăрма (выдергивать, выдирать шиповник). Сред. Юм. Эпир пĕррĕ (= пĕрре) калĕмпĕре кайрăмăр ôнпа та, ô вăтрать (= вăтăрать) анчах калĕмпĕре; эп кăлт та татаймарăм, ô пĕр çĕклем туса тавăрăнчĕ. || Орау. Аллине вăтăрнă-ха (= каснă, порезал) вăл, çавăнпа чĕнмесĕр ларать. КС. Çăккăра ма вăтăрса тăккăрăн? Что ты сколько хлеба-то накромсал? (т. е. нарезал много, и больше, чем нужно). || Иногда усиливает значение другого гл. Калашн. Хăй çара аллине вăтăрса шăлса.

вăхăт

(вы̆hы̆т), время; срок; пора; обстоятельства. Шел. 27. Ак, пĕр вăхăт (некоторое время) кайсассăн. Шел. П. Унтан пĕр вахăт (некоторое время) Кавала тухса çӳрерĕм (ходил по селу Ковалям). Эльбарус. Он чохне каç поласси вăхăт нăмай-ччĕ (до вечера было далеко), çавăнпа эпир: киле халех каяс мар, тесе, каçчен çитертĕмĕр (кормили лошадей). Сред. Юм. Санăн кайма вăхăт çитнĕ ĕнтĕ. Сана кайма та вăхăт. Тебе время итти. Юрк. Вăхăт иртнĕ-çемĕн иртет. Время все идет да идет. N. Эсĕ этемсен вăхăтпа (время от времени) пулакан аскăн шухăшĕсенĕн çулăмне сӳнтеретĕн. Орау. Ачине вăхăт çитечченех пĕр уйăх малтан туса пăрахнă (родила, не доносив месяца). Ст. Письм. Пайтах вăхăт иртсен, çур-çĕр вăхăтнелле (около полуночи) чан çапаççĕ. Орау. Вăхăт нумай иртнĕ ĕнтĕ. Времени уже много (о времени дня). Такмак. Утсем ырхан пулчĕç (вар. утсем ырхан, без пулчĕç), çулсем хура пулчĕç (вар. без пулчĕç), çитеймерĕмĕр вăхăта (не добрались к сроку). Пазух. Вăхăчĕсем йывăр та, çулсем выçлăх, эпир йĕменнине те, ай, кам йĕрес? Беседа чув. 16. Вăл пĕр вăхăта каллех итлесе тăчĕ, анчах юрăри сăмахсем ун шухăшне каллех Керимуллапа калаçнă сăмахсем енелле пăрса янă. Ib. 3. Хай чăнах та хăй шухăшланă вăхăта çитрĕ (подошел к предположенному им сроку). СПВВ. X. «Вăхăт, вăхчи = каннĕ вăхчи». Регули 1178. Сивĕ вăхăт çитиман-халь. С. Çыврас вăхăт çитет. Б. Яныши. Пăр кайнă вăхăталла (около времени ледохода) олăхра симĕс корăксем шăтса тохаççĕ. Хурамал. Ывăлĕ вун-сакăр çула çитсен, старик ывăлне каланă: ачам, эпĕ сана вăхăта-кăна (на время) ыйтса илтĕм, халĕ сана парнене кӳмелле, кӳнетĕн-и? тенĕ. N. Вăл хулара эпир пĕр вăхăтчен пурăнтăмăр. Шаймурз. Пирĕ вĕренме кайма вăхăт çитрĕ. Артюшк. Качча кайма вăхăт иртнĕ санăн, тенĕ. Сборн. по мед. Вăхăт сиктерсе тытакан (перемежающаяся) е шуртан ерекен (болотная) сивĕ-чир çинчен. В. Олг. Самый вăхăт çын, человек в самую пору (т. е. в цветущих летах. || О часах. Кан. 1929, № 136. Вăхăт тăваттăран-кăна иртнĕ-ха. Еще только пробило 4 часа.

вăхăтлăх

некоторое время. N. Çапла каласан, вăл вĕсене вăхăтлăха (на время) киле янă. Шăна чирсем сарать. 17. Вăхăтлăха вĕçсе кĕрсен те, шăнасем чир ертсе хăварма пултараççĕ. Сл. Кузьм. 104. Эпĕ нумай вăхăтлăха (надолго) инçе çула каятăн. Орау. Ун пек япала пĕр вăхăтлăха анчах пулать-çке вăл. Все это может продолжаться лишь до известного времени. О сохр. здор. Ун чухне ялта вăхăтлăха (на время) больница (пульнитса) тума пулать. Шел. П. 61. Пĕр вăхăтлăх (на время); у др. вăхăтлăха килне юлса манран: эсĕ ăçтисем? мĕн туса çӳретĕн? тесе, тĕпчеме тытăнчĕ. К.-Кушки. Кунта вăхăтлăха килсе пурăнакан чăваш нуммай. Здесь много чуваш, проживающих временно. Часы. N. Санăн вăхăтлăх пур-и? Есть ли у тебя часы?

вăхăтнелле

около времени (чего-либо). Н.-Шинкус. Çула, çимĕк вăхăтнелле (около семика), пĕр-пĕр пушă кунхине, ачасем, пĕр çĕре пухăнса, çумăр ӳчӳкĕ тумашкăн савăт-сапасем пухаççĕ.

вăхăтра

во время; в надлежащее время. Хыпар № 44, 1906. Вăл тырă вара выçлăх пур çĕрте ик-виç уйăх иртсен анчах çитет, вăл вăхăтра (в то время) хресченсем выçса лараççĕ. Ой-к. Пĕр вăхăтра (однажды) утмăл çулхи старикпа утмăл çулхи карчăк ывăл-хĕр (= детей) çуратнă. Регули 1177. Тыр вырнă вăхăтра (вăхăтĕнче) килет. Ib. 1180. Вăхăтра турĕ, — ларать. Ib. 1232. Вăхăтра (в надлежащее время) килмерĕн те, тин сан вали (= валли) çок ĕнтĕ. Ib. 578. Çав вăхăтрах полса.

вĕл

подраж. нежному колебательному движению. Сред. Юм. Кайăк чӳречерен вĕл вĕçсе кĕчĕ. В. Буян. † Урамăртан иртсе пынă чух, вĕл-вĕл вĕççе юлчĕ (развевался) хура пӳс. Шемшер † Авăн çапнă окçине ятăм-хăвартăм кăсьяна. Ир те вĕл-вĕл, каç та вĕл-вĕл ярмăнккă омĕн ялавĕ. Альш. Ман çийĕмри шур кĕпе арки вĕл-вĕл вĕçеçке (= вĕçет-çке). Тюрл. Вĕл-вĕл вĕçсе тăроть (развеваются). М. П. Петр. «Вĕл-вĕл ― легкий шелест развевающегося платка». СТИК. † Вĕл-вĕл тутăр, вĕл тутăр, шальçа тăрринче пĕр тутăр. Толст. Вăл (ветер) çул çинчи улăм çӳпписене вĕл-вĕл тутарна. Ердово. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек, вĕлле çомĕнчи сар чечек; чечекки вĕçсе кайсассăн, вĕллен илем каятĕ. Шемшер. † Вĕл-вĕл чечек, сар чечек, вĕççе анассăн тойăнать; аннен хĕрĕ сар хĕрĕ тохса кассăн (= каяссăн) тойăнать. Т. П. Загадки. Вĕл-вĕл чечек, вĕл чечек вĕлле çинче пĕр чечек. Г. Т. Тимоф. Пулă шывра (не на поверхности) вĕл-вĕл ишсе çӳрет. Пăрăннă вăхăтра вĕлт те тăвать («с обрывом»). Çутталла 17. Вĕл-вĕл вĕçсе çил килет, кайăк юрри илтĕнет. Турх. Вĕл-вĕл туса çил те вĕрет (весною). См. МКП. 58, 156.

вĕлер

убить. К.-Кушки. Вăл усала вĕлерес пулат. Эту дрянь надо убить. N. Вĕлерсе пăрах çак усалсене. Убей этих негодяев. Сред. Юм. Вĕлерсен те каймасп! Хоть убей, не пойду! Кан. Вĕлерес пек хĕненĕ. Избили чуть не до смерти. Регули 743. Çапса вĕлертĕм, персе вĕлертĕм. Ала 94. Исе кĕрĕр сӳс пушă, эпĕ ăна вĕлерес пек хĕнем (изобью до полусмерти). Ст .Чек. Пĕрне вĕлерсе, пĕрне чĕртес. || Уничтожать. N. Çчена çинче темĕн чухлĕ хăнтăла вĕлернĕ. На стенах надавлено клопов ― полно! Орау. Пĕтĕм пӳлĕмне хăнкăласене вĕлерсе вараласа пĕтернĕ. Ib. Пĕтĕм пӳрт ăшчиккине хăнкăла виллисемпе вараласа пĕтернĕ. Все стены измараны раздавленными клопами. || Дать умереть, попустить умереть. Шигали. Мĕншĕн эпир макраппăр-шин? Мĕншĕн тесен никам та хăйĕн тăван амăшне вĕлерес килмес (не хочется, чтобы она умерла) и нiкам та ама-çури амăшне (мачеху) юратмас. Ч.С. Çапла аттепе анне, лаша асапланнине курса, нимĕн тăва пĕлмесĕр, пăхса тăрсах вĕлерсе янă (как бы дали умереть). Рекеев. Эпир аттене вĕлертĕмĕр (т. е. у нас умер отец; означает то же самое, что «пирĕн атте вилчĕ»). В. Олг. Пĕр ôпăшка вĕлертĕм эн (у меня один муж умер), тепре туянса. Сред. Юм. Ик ôпăшка вĕлернĕ ĕнтĕ эн. Я уже двух мужей схоронила. НТЧ. Вара Елекка арăмĕ, упăшкама вĕлерсе пулмĕ (нельзя же допустить, чтобы муж умер), чӳклес пулĕ, тесе, килне тавăрăнчĕ, тет. Череп. Ачана вĕлерсе ятăмăр. Схоронили мы свое дитя (не уберегли; гов. с сожалением). || Мять (плохо косить). Сред. Юм. Утă вĕлерсе-çиç пырать. Утă çăлаймасăр, ватса, таптаса-çиç пырсан, калаççĕ. || Быть восхитительным, приводить в восторг. К.-Шемякино. Эх, явлăкĕ!.. вĕлерсе ярат! (Очень хорош). Орау. Эй, пулать те-çке кам япала, пĕтĕмпе вĕлерсе ярать! (De coitu ad exitum spectante). || Страстно желать. Ч.П. Çав Ирçе яль ачисем хĕр илесшĕн вĕлереççĕ (страстно желают). || Производить весьма сильное действие. Чураль-к. † Ал(л)уна уткаласа ан кала: алă, ыратса вĕлерет (страшно болит). Уруна тапса ан кала: ура ыратса вĕлерет. См. уткала. Сёт-к. Вутă çинче шăрăх пĕçертсе вĕлерет. На сенокосе ужасно жарко. || Выражает усиление. Орау. Эп авланап, тесен, мана вĕлерес пекех тухмалла та вăл качча... (выйдет за меня с радостью, с охотой). Ib. Пĕр шурă чĕреллĕ (бледный) ача туйра вĕлерес пек ташлать (пляшет с крайним увлечением); кам ачи-ши вăл? Ib. Вĕлерес пек пырать (быстро, о человеке), таçта каять. Кан. 1929, № 75. Тек те текех (то-и-дело) çапла хăтланаççĕ те, юри тунă пекех туйăнса вĕлере парать (ну, так и кажется, что они это делают нарочно, сознательно).

вĕлл

тоже, что вĕл; удвоение согл. выр. длинноту процесса. СТИК. Хута çунтартăм та, вĕртĕм: кĕлĕ вĕлл! вĕççе карĕ. Сред. Юм. Ман аллăри (sic!) хота чипер тытса тăнă çĕртех (хотя я держал ее в руках) пĕр кас çил килсе вĕрчĕ те, вĕлл! вĕçтерейсе кайрĕ.

вĕлтлет

производить движения, обозначаемые м. вĕлт. Шел 30. Ăна хирĕç вĕлтлетсе пĕр хĕр сиксе тухать те. Ib. 70. Вĕлтлетсе тăрать. || Ушмыгнуть. Турх. Сăвăр сасса илтет те, пĕр пăхмасăр вĕлтлетет.

вĕлтĕр

подр. сложному, мелкому и частому волнообразному колебанию. Шел. 20. Çӳлте тарай тутрисем вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçеччĕç. Ядр. † Лен(т)тĕ хăю варли-ччĕ; вĕлтĕр вĕçсе тухин-ччĕ, çуна çине ӳкин-ччĕ! Турх. Ун умĕнчен (перед ним) шăрчăк вĕлтĕр тăвать: утă айне кĕрет те, çухалать. Хыпар № 25, 1906. Пĕр эпĕ анчах чавса (у др. чавси) çĕтĕк кĕпепе, çĕтĕк-çатăк сăхманпа вĕлтĕр-вĕлтĕр çӳретĕп. Тĕлĕнмелле! Юрк. † Улăхмăттăм çӳлĕ ту çине, вĕлтĕр вĕçен укçи пур. Альш. Ыраш пусси хĕррипе татăк кутлă кĕсрипе (на куцой кобыле) вĕлтĕр-вĕлтĕр чуптарать. (Маленькая лошаденка бежит мелкими, но быстрыми шажками). Ст. Айб. † Вĕлтĕр-вĕлтĕр пӳркенчĕк, вĕççе ӳкессĕн туйăнать (в Янш.-Норв. «вĕççе ӳкмин лайăх-чĕ»). Синьял. † Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕçмешкĕн вĕрене çулçи мар эпир. М. П. Петр. Вĕлтĕр-вĕлтĕр, подр. колеблющемуся полету древесного листка. Альш. Тухса пĕтеççĕ пурте (выходят из круга через «ворота»), каллах çавра, пĕр хутлă-кăна карта пулать хай вăйă (хоровод). Вĕлтĕр-вĕлтĕр вĕлтĕртетсе-кăна тăрать вăйă. СТИК. Хăш чухне юр лапкăн-лапкăн (хлопьями) çăват. Хĕвеллĕ кун вара, çӳлелле пăхсан, хурт ушкăнĕ пек вĕлтĕр-вĕлтĕр веççе анакан юрсене куратăн. См. МКП. 58.

вĕлтĕрт

подр. отрывистым и сложным волнообразным движениям, частым и мелким. Сорм-Вар. † Вĕлтĕрт-вĕлтĕрт хĕр саппан; унпа çынсен мĕн ĕç пур, хамăр варлин хĕр саппан. (Свад. п.). Шорк. Пĕр пĕчĕк кайăк ман чӳрече омĕнчен вĕлтĕрт! туса иртсе карĕ (пропорхнула). Синьял. † Вĕрлĕк карта (прясло): вĕлтĕрт! тит. || Подр. не быстрому вращению (напр. детской меленки; см. МКП. 66. || Подр. падению небольшого предмета, который, падая, описывает дугу. N. Вĕлтĕрт çаврăнса ӳкрĕ. Сразу свернулся (т. е. упал, напр. ребенок). || Подр. быстрому движению промелькнувшего предмета. Городище. Вĕлтĕрт турĕ, курса та юлаймарăм. Срв. вĕлт, вăшт. См. еще МКП. 65, 66.

вĕлтĕртет

гл., подражающий быстрым и частым колебательным движениям или мельканию. Шел. II. 23. Тем чул тимĕр машшинă, çĕрĕн-кунĕн пер-маях вĕлтĕртетсе çаврăнать. СТИК. Таçта çавăнта пĕр тутăр вĕлтĕртетсе тăнă пек курăнчĕ; çавсем мар-и? Ib. Çиллĕ кун хĕрсен тутăри вĕçĕсем вĕлтĕртетеççĕ. Орау. Çерçие (игрушка, см. çерçи) çӳлелле ярсан, вĕлтĕртетсе каять. Ч.П. Вĕлтĕртетекен укçа пур (о блеске металл. денег или о их колебаниях, если они бумажные). Сред. Юм. Чӳрече умĕнченех пĕр пĕчик ача вĕлтĕртетсе чупса иртçе кайрĕ. N. Темĕскер куç умĕнче вĕлтĕртетет (мельтешит). Н. Якушк. † Пăхăр-ха чĕкеç вĕçнине, ылттăн хайчă унки пек вĕлтĕртетет. Макка 18°. † Сывă пул, тăван, каятăп, тенĕ чух, вĕлтĕртетсе тухрĕ (покатились) куç-çӳлли. Хурамал. Çил çине пĕр çăмăл япала çакса хурсан: вĕлтĕртетсе вĕççе тăрать, теççĕ. Толст. Кушак çури çав вĕлтĕртетсе сиккелекен (от ветра) улăм çӳпписемпе выля пуçланă. Якейк. Праçник кон ялав (флажок) çаксан, ялав вĕлтĕртетсе тăрать. М. П. Петр. Вĕлтĕртет ― рябить, переливаться струями (вода, воздух). Утăм 22. Вĕлтĕртетет шур кăлкан. Çутталла 81. Юрăн хитре пĕрчисем шăна вĕçнĕ пек вĕлтĕртетеççĕ. N. Çулçăсем вĕлтертетеççĕ. Листья двигаются мелко и часто. || О тощих злаках. Артюшк. Тырăсем кăçал хирте пит выçă: çил вĕрнипе вĕлтĕртетсе-кăна лараççĕ.

вĕрӳç

вĕрӳçĕ, колдун, знахарь. Сред. Юм. См. Магн. М. 12. N. Вĕрӳç, волшебник. Н. Шинкус. Çак çĕр çинче хĕрĕх те пĕр (здесь пĕр ― энкл.) тĕслĕ вĕрӳçĕ пур. (Из наговора). Макка 230. Вĕрӳçĕ. Çак сăмах тухнă вĕрес тенĕ сăмахран. Вĕрӳçĕ вăл вĕрет, сурать кăларать чирлĕ çын ăшĕнчен чирне, теççĕ чăвашсем. Вĕрӳçĕ юмăçпа пĕрех. Вĕрӳçĕ вăл акă çапла вĕрет: илет чей куркипе шыв, унта сăмахсем кала-кала сурать те, чирлĕ çынна ĕçтерет. Вĕрме пултарать вăл: шыв çине, çу çине и т. д. Болезни. Юмăç, вĕрӳçĕ çине шанатпăр. Чуратч. Вĕрӳçĕ кирек мĕнле çыннăн е алли, е ури, тата ытти чирсене те вĕрсе тӳрлетет. Кирек епле чире те, çĕçĕ илсе, суран патне тытса, хăйсен сăмахсене калаççĕ. Тĕрлĕ чире тĕрлĕ сăмах калаççĕ. Кунта эпĕ пĕр юмах çыртăм: шăл вĕрри. См. Магн. М. 12.

вĕрӳç карчăк

заклинательница. Н.Т.Ч. Пирĕн ялта пĕр вĕрӳç карчăк пур... вăл хăйне пăхăнмасан, часах тем туса, тукатса хурать çынна.

вĕр

, подр. движениям быстро разлетающихся или шумно кишащих насекомых. Орау. Пĕр карчăк туя йăтса тухрĕ те, чипер вылякан ачасем, шăнасем пек, вĕр-р-р сирĕлчĕç. Ч.С. Çырма хĕррине çитрĕмĕр те, çырмара çынсем темĕн чухлĕ, вĕлле хурчĕсем пек вĕр, вĕр, вĕр! вĕрĕлтетсе, шавласа тăраççĕ. Лебеж. Вĕр, вĕр вĕрене, вĕрене варри вĕр ылттăн, çӳппи-çаппи пин ылттăн. (Вĕлле хурчĕ). Салагаево. Вĕр, вĕр ылттăн, вĕр ылттăн, çуппи-çаппи пин ылттăн. (Хурт уйăрни). || В перен. см. выраж. тоску. Ст. Чек. Майкка (Марья) асне килсессĕн, чунĕ вĕр-вĕр тăват-çке (тоскует).

вĕр

вероятно, опечатка вм. кĕр. N. Ăша шăнтса пăсасран пит сыхланас пулать, вĕр вăхăтĕнче, хĕл вăхăтĕнче хырăма пĕр-пĕр ăшă тытакан япалапа, тăлапа-мĕнпе, чĕркесе çӳрес пулать.

вĕре

(вэ̆рэ), кипеть. К.-Кушки. Яшки вĕрет-и? Кипит ли похлебка-то? Ib. Шыв темĕскер час вĕреме кĕреймерĕ. Вода что-то долго не закипает. N. Шыв вĕресе пĕтнĕ (выкипела). Ала 10°. Кăшт тăхтасассăн, сăмовар вĕрерĕ, тет. Немного погодя, самовар скипел (в Якейк. тоже «вĕрерĕ»). СТИК. Шăршлă шывăн шăрши вĕресе тухат (уничтожается кипячением). Изамб. Т. Хуран вĕреме кĕрсен... (когда закипит). || В переносном знач. Сир. 146. Манăн ăшăм-чиккĕм пĕр май вĕресе тăрать (беспокоюсь). Полтава 54. Вĕри шыв пек тулхăрса, вăл ĕç вĕрет (работа кипит) халь ĕнтĕ. || О роднике. Г. Т. Тимоф. Çăл-куçĕ вĕресе тăрать. Родник клокочет. Хыпар № 28, 1906. Ту аяккинче вĕресе юхса тухакан çăл патĕнче лашасене, тăварса, курăк çине ятăмăр. КАЯ. Вăл кӳлĕ панче пĕр вĕресе тухакан çăл пур. || Кишеть. Шел. II. 28. Ак Шупашкар халăхĕ тухать каçпа пульвара... параçниксем пулсассăн, чисти хурт пек вĕреççĕ. Шел. 18. Кĕмĕл тĕслĕ шывсенче хурт пек пулă вĕреччĕ (= вĕрет-чĕ).

вĕресе анни

вскипание. Орау. Сĕт вĕресе анчĕ ĕнтĕ, тăкăнас çук; пăхмасан та юрать, теççĕ. Сĕт, вĕреме тытăнсанах, вĕресе хăпарса тăкăнать; малтан пĕр тапхăр вĕресе çавăрăнсан (как первый раз скипит), вара тем чул хытă (вăйлă вутпа) вĕретсен те, тăкăнмасть.

вĕре çăл

кипун. Ч.С. Çав арман çумĕнче пĕр вĕре çăл вĕресе тăрать. См. вĕрекен çăл.

вĕре-çĕлен

то же, что вĕри-çĕлен. Сир. 48. Арăсланпа пĕрле, вĕре-çĕленпе пĕрле пурăнма кăмăл тăвăп, усал арăмпа пурăнма кăмăл тумăп. М. П. Петр. «Вĕре-çĕлен, буквально ― заклятый змей; один из предметов чувашской мифологии». Собр. 256. Хĕрсем йăвăр çын пулсан, ача çуратса, ачине пĕр-пĕр çĕре пăрахсан, çав ача вара вĕре-çĕлен пулса çӳрет, тет. Вĕре-çĕлен вутăн-хĕмĕн тăкăнса вĕççе çӳрет, тет. Вăл вара пĕр-пĕр çыннăн килне кайса ерсен, унтах пурăнать, тет. Вăл çĕрле çав вĕреннĕ çĕре пӳрт çине вĕççе пырать, тет те, кушак пулса, тăрупаран, пӳрте кĕрет, тет. Çавна хуçисем сиссессĕн: сивĕнтĕр, тесе, пӳрте сысна кӳртсе хупаççĕ, тет. Çĕрле, çав вĕре-çĕлен килсенех, хай пӳртри сысна çухăрма тапратать, тет те, пӳртрен тухса тарать, тет. Е тата, пӳртре сыхласа ларса, пăшалпа пĕрсен, ача пек ĕсĕклесе макăрса каять, тет. Çапла пĕр виçĕ каç тусан, вăл вара пыми пулать, теççĕ. Ib. 113°. Вĕре-çĕлене пурте пĕлеççĕ, тырра çунтарса янине, тата тырă пуссисем урлă вут тăкса кайнине; çав çул вара тырă пулмасть, теççĕ. Вĕре-çĕлен вăл арçын та пулать, хĕр те пулать, тет. Вăл арçын патне хĕр-арăм пулса пырать, тет, хĕр-арăм патне арçын пулса пырать, тет те, çавăнпа унтан питĕ сыхланмалла, тет, мĕшĕн тесен вăл унăн юлташĕ пек пулса пырать, тет те, ăна вара хăйĕн çынни тăвать, тет. Акă пĕрре çав вĕре-çĕлен пĕр ял пуссинчен яланах иртсе каяччĕ, тет. Çав ялсем вĕре-çĕлене яланах кураччĕç, тет. Çын умне ансан, вăл, хуп-хура çын пулса, çарамасах тăраччĕ, тет. Вĕре-çĕлене хăйне вăрçтарсан, çынна часах йытă туса, утланса каять, тет те, хăй çынни туса, асаплантарса çӳрет, тет. Хăйне пĕре те вăрçтармасан, тивмест, тет. В. Олг. Тотар ĕмпӳ, сиксе тохса кайсан (после взрыва), вĕре-çĕлен полса вĕççе кайнă. Н. Седяк. Вĕре-çĕлен — çăварĕнчен вут пĕрĕхсе кăларакан çĕлен. Якейк. Вĕре-çĕлен армантан тохса пирн çипа (= çипе) чашкăрса иртсе каþ (пролетел над нами). Могонин. Вĕре ĕçлен (= çĕлен) ернĕ. Хорачка. Вĕре-çĕлен çипĕçса, теччĕ она, вăл вара çынтан оþльмаст виличчен. Изамб. Т. Вĕре-çĕлен ерни (болезнь). || Н. Седяк. «Вĕре-çĕлен ― удав». Курм. Хăнча, тинĕс хĕрне кайса, тинĕс хĕрĕнчи хăйăртан кил-çорт çавăртăр, вырăсла хапха йопи тутăр, тата хапхине те хăйăртан тутăр, çав хăйăр алăка уççа кĕтĕр, çавăн чохне тин мана ертĕр. Атăл хĕрне кайса, Атăл хĕрĕнчи хăйăртан кил-çорт çавăртăр, хапха йопи тутăр, хапхине тутăр, çав хапхая уççа кĕтĕр, çавăн чохне тин килтĕр ман пата. Сăр хĕрне кайса, Сăр хĕрĕнчи хăйăртан кил-çорт çавăртăр, хапха йопи тутăр, хапхине хăйăртан тутăр, çав алăка уççа кĕтĕр, çавăн чохне тин мана çипĕçтĕр. (Из наговора против «вĕре-çĕлен»).

вĕрен

(вэ̆рэн', врэн'), учиться. Иваново. Икĕ уччитлĕпе вĕрен меллине пĕр уччитлĕсĕр тăрса юлтăмăр. Вместо того, чтобы учиться с двумя учителями, мы остались совсем без учителя. КС. Вĕренес вырăнне алхасатăн. Вместо того, чтобы учиться, шалишь. Байг. Кушкăра виçĕ çул вĕрентĕм, анчах вĕренсе тухачченех вĕрентмерĕç: килте ĕçлеме кирлĕ, тесе, кайран ямарĕç. Тим. Тутарла калаçма нимпе те вĕрĕнсе çитейместĕп. Я никак не могу выучиться говорить по-татарски. Сред. Юм. Вĕренчĕ-вĕренчĕ, çôк, ниме те вĕренсе тôхаймарĕ. Учился, учился, а все же в дело не вышел. Трхбл. Ăна вĕренме янă пулсан, вăл халь те вĕренĕ-ччĕ (учился бы и теперь). К.-Кушки. Эп вĕренейменрен мар, вĕренес килменрен вĕренместĕп. Не изучаю потому, что не хочу, а не потому, чтобы я не мог изучить. Ч.П. Вĕренесси пит нумай та, вĕренсе пĕтерсе пулмарĕ. Регули 321. Эп ĕлĕк пĕрластăк вĕренсеттĕм-ччĕ, халь мантăм. Эпир çур. сĕр-шыв 18. Пирĕн ялти халăх çырма-вулама çурри те пĕлеймест. Çапах та пирĕн ялтан вĕреннĕрех (образованные) çынсем тухкаланă. || Привыкать. Сл. Кузьм. 148. Пыра-киле шку.ла вĕрене (учиться грамоте) пуçларĕç. О сохр. здор. Мăй çапла кирлĕ мар чухне шарăхпа (в шарфе) сӳренĕ пирки ăшша вĕренет. Орау. Этемĕн вĕренни çал ĕнтĕ. Такова уж сила привычки. Сборн. по мед. Ĕçке вĕреннĕ аçаран-амаран. Изамб. Т. Те вĕренментен, киле килес килет. Должно быть, по непривычке, хочется домой. Орау. Ку кĕр-кунне (или: кĕрте) хальччен кĕрĕк тăхăнман-ччĕ те, вĕренмен ― пит ăшă пуль паян (т. е. без привычки вспотел, мне жарко). || Привадиться. N. Ку арăм патне пĕр кӳрĕш çынни хăнана çӳреме вĕреннĕ, тет. Ст. Ганьк. † Арăма ятăм хурала, арăма хура ача вĕренчĕ (= иленчĕ, ермешрĕ).

вĕреннĕ

ученый. || Привычный. К.-Кушки. Пĕр вĕреннĕ ĕçе пăрахас килмес.

вĕренсе çит

доучиться; изучить; привыкнуть. Шаймурз. Ун тан, пурăнсан-пурăнсан, пĕр-пĕрне вĕренсе çитрĕмĕр те (привыкли), пĕр-пĕринпе питĕ аван пурăна пуçларăмăр. Н. Шинкус. Çак çĕр çинче хĕрĕх те пĕр тĕслĕ вĕрӳçĕ пур; хăçан çав ђĕлхене тăшман вĕренсе çитĕ (изучит), çавăн чухне тин çак кил-çурта тăшман çĕнтерĕ. (Наговор).

вĕрен

более или менее толстая веревка. Янтик. Хĕр-арăм (матка) чăпăркка (= чăпăрккă) е вĕрен урлă каçсан, ача туми пулать, тет. Пухтел. Вĕрен, толстая веревка. || Веревка для привязывания лошадей на кормежке. Сюгал-Яуш. Эпĕр пĕре, çарансам çулсан, вĕренпе улăха лашасене çитерме карăмăр. Мижула. Эпир, ачасем, çортри вырнă чохне вĕренпе выртма каяттăмăр. || Мера земли в 10 саж. Оточево. Орау. Тăршшĕ 10 вĕрен, урлăшĕ пĕр вĕрен. Вĕренте 10 чалăш. Тюрл. Вĕрен = 10 саж. Миçе вĕрен полчĕ? (при измерении лугов).

вĕрен шальчи

(шал'џ̌и), колышек для привязи лошади. Орау. Кĕркуннерех лашасемпе çытарма кайнă чухне шальчаллă вĕренпе вĕренлеççĕ. Вĕренĕн пĕр вĕçĕпе лашана кăкараççĕ тепĕр вĕçне шальча çыхаççĕ те, шальчине тукмакпа çĕре çапса кӳртеççĕ. Çав шальчана вĕрен шальчи тиççĕ.

вĕрилле

в горячем состоянии. N. Вĕрилле пӳртрен ан тух (потным и т. д.). Чув. календ. 1910. Пĕр пăт çăкăр пĕçерме 10 кĕрепенкĕ улма вĕри шыв ăшĕнче пĕçерсе, вĕриллех шуратса тĕвеççĕ.

вĕри-çĕлен

летун. Орау. Вĕри-çĕлен ерни. Сказки и пред. чув. 24. Хаштин-хаштин хашлатса, вĕри-çĕлен вĕçтерет, сывлăш тăрăх ярăнса, хĕрлĕ хĕлхем ӳкерет. Бгтр. Пĕрре каçпа вăрманта кавать тавра лашасам çитерме тохнă ачасем лараççĕ, тет. Вăсен хушшинче пĕр старик пор, тет. Çавăн чохне çӳлте вĕри-çĕлен йăлтăртатса, хĕм тăкса пырать, тет. Çавна корсан, старик: ачасам, камăн та полин сирĕн конта онкăлă çĕçĕ çок-ши? тесе каларĕ, тет. Пĕр ача: манăн пор, мочей! тесе каларĕ, тет. Вара старик çĕççе илчĕ, тет те, онки виттĕр темскер каласа, кăвар кăларчĕ, тет те, вĕри çĕлен чу! туса, çак ачасам патнех ӳкрĕ, тет те, çохалчĕ, тет. ― Ĕнтĕ шырăр, йот çын çок-и? тесе каларĕ, тет, старик. Шырама поçларĕç, тет те, аяккарах пĕр сăхманпа пĕркенсе выртакана корчĕç, тет. Сăхманне оççа пăхрĕç, тет те, пĕр хоп хора вот-поççи пек çонса кайнă арăм выртать, тет. Вара палларĕç, тет те, вăл вĕри-çĕлен полнине пĕлчĕç, тет. Макка 228°. Вĕри-çĕлен ак мĕнле япала; унăн ури чăх ури манирлех, вăл çунатла, ик-виç пуçлă пулат, тата унтан вара унăн хӳри вĕçĕ чукмар пак чăмăрккалă пулат теççĕ. См. вĕре-çĕлен.__

вĕркĕш

(вэ̆ргэ̆ш), сновать туда и сюда. Часто бывать где. Н. Уз. Питĕ вĕркĕшше çӳрет. Все снует (без дела). Ib. Питĕ вĕркĕше пуçларĕ. Что-то повадился, зачастил. По словам Н. И. Полорусова, «вĕркĕш» и «варкăш» могут быть синонимами. Шел. 74. Икĕ еннипе те кăткă пек çын вĕркĕшет, Ч.С. Тата, ял хушшине кĕрсен, урампа этем кăткă пек вĕркĕшсе, хĕвĕшсе çӳреççĕ. КС. Урам тулли ача-пăча вĕркĕшет (кишат; в Сред. Юм. сказали бы: «вĕркет»). Ч.С. Çавсен сассисене илтсен, çынсем хĕпĕртенипе хурт пек вĕркĕше пуçлаççĕ. Орау. Пĕр ăрам ача, шăна пек вĕркĕшеççĕ. Шурăм-п. № 5. Ачапчасем пăраçник чухнехи пек урамра вĕркĕшеççĕ. См. нăнкă.

вĕсен

их (род. п.). Трхбл. Вĕсен ĕни пит ăнчĕ: вăл хире-хирĕç сутарат (доит тепĕре пăрулаччен, т. е. от отёла до отёла). Турх. Вĕсен урлă пĕр çуртра хура-кăна хĕр пурăнать. N. Вĕсен асĕнче пулнă, тет (было на их памяти).

вĕсене

им, их (дат. и вин. пад. от вăл). Вишн. 66. Вĕсене нихçан та апла тума ирĕк парас пулмасть, пĕр маяхах сыхласа пăхса тăрас пулать вĕсене. Ib. 65. Вĕсене çыхмасан, вĕсенĕн алли-ури чалăш пулĕ, тесе, ан куллянăр; вĕсене çыхмасан, вĕсем чалăш-чĕлĕш аллă-ураллă пулас çук, пушшех тĕреклĕ ӳсĕç вĕсем апла. Ib. Вĕсене вĕри шывпа çăвах тăрас пулать. Чер. чун. яп. й.-к. пур. 19. Çапла раксене е вĕсене евĕрлĕ (у др. вĕсен евĕрлĕ) чĕрĕ япаласене тăшмансенчен çирĕп хупă анчах хăтарса усрать.

вĕскĕрт

науськивать, натравливать; подстрекать. К.-Кушки. Альш. Мана пĕр ялта йытăпа вĕскĕртрĕç (меня травили собакой). Ib. Иван Петĕре вĕскĕрте-вĕскĕрте (подстрекая) Миххайлапа вăрçтарчĕ. Якейк. Йăтта ан вĕскĕрт [не натравляй; но в том же гов. употр. межд вăс (вы̆с)]. Ib. Хун (= хăвăн) йăттуна ма ман çия вĕскĕртсе ятăн?

вĕçтер

понуд. ф. от гл. вĕç. КС. Шăнкăрч чĕпписене вĕçтерчĕ (пустил летать своих птенцов). N. Кĕлмĕçĕн çăнăхне çил вĕçтернĕ, тет. («Где тонко, там и рвется»). N. † Сăрт айĕпе çол турăм, çил-тăман килсе вĕçтерсе карĕ (занесло метелью). Якейк. Тыр вĕçтерес ― таса мар тырра çил пор çĕре илсе тохса, вĕçтерес, тени полать. Шăналăк сараççĕ те, пăтаккапа çав шăналăк çине тыррине йохтараççĕ; вара пор çӳпĕ-çапă вĕççе кайса пĕтет, пĕр таса тырă анчах йолать. N. Куç курми вĕçтерет (бушует пурга, буран). N. † Хранцус тутăр вĕçтертĕм (пустила развеваться) савнă тусăм кăмăлĕшĕн. || N. Мĕшĕн ачан ăйхине вĕçтертĕр? Зачем вы разгуляли ребенка? || N. Ăша вĕçтерекен (тоскливые) шухăшсем. || Сказки и пред. чув. 14. Утă пĕтсен, тыр вырма хура халăх вĕçтерет (спешит, стремится). Ч.С. Эпĕ, çак сăмахсене илтсенех, тăр та, нимĕн чĕнмесĕрех, киле çарранах вĕçтере патăм. N. Иван вара çавăн чухах кăвакăн-симĕсĕн курăнакан çĕрелле (где виднелся сине-зеленый туман) лашине вĕçтерчĕ, тет (припустил). Б. Яныши. Эпĕ апи апла пурнине (= пынине) курсассăн, часăрах килелле вĕçтере партăм. Ib. Эпир, уя тухса тарас тесе, тирне-тирне (= тирĕне-тирĕне, спотыкаясь) вĕçтере партăмăр. Орау. Туххăм вĕçтерсе кайса килем-ха (сбегаю). Янгильд. Петĕрпе омлă-хыçлă соваска çине лартăмăр та, вĕçтерсе анса карăмăр. || Хыпар № 25, 1906. Ялсенче халĕ час-часах студентсем çинчен калаçаççĕ. Вĕсем çинчен темĕн те пĕр вĕçтереççĕ (пускают слухи). Ib. № 23, 1906. Удел вăрманĕсене ют патшалăхри хуçасене сутаççĕ, терĕç. Анчах вăл тĕрĕс мар иккен, ăна веçтерсе-калаçнă. КС. Ял тăрăх çăмах вĕçтерсе çӳрет (сплетничает). || Завражн. Вĕçтерсе тăкам ак! Изобью! || Форсить.

вĕç

(вэ̆с'), конец. Ст. Чек. Сăмахăн вĕçĕ пур, кирлĕ марне каламаççĕ. У речи есть конец, ― не говорят того, чего не следует. N. Кукăр-макăр çулпала пĕр вĕçĕпе туй пырать, пĕр вĕçĕпе хĕр пырать. N. † Икĕ тотăр вĕçĕ пĕр çĕрте, хачă пучĕ (= пычĕ) те, уйăрчĕ. Концы двух платков были соединены вместе; ножницы разъединили их. Сказки и пред. Чув. 66. Пуш-уйăхĕн вĕçĕнче хĕвел пăхрĕ ăшăтса. Никит. Хăй пĕр-маях вĕçрен ĕçтерет (угощает с конца). Ау 2°. Сĕтелсем çинче ĕçме-çиме вĕçĕ те çук (без конца), тет. Сала 207°. † Пирĕн курас нушанăн вĕçĕ çук (не видно конца нашему страданию). Шел. 39. Çапах тухса пулĕ-ши ку асапсен вĕççене? (будет ли конец страданиям?). || В см. послелога. Г. А. Отрыванов. † Кача пӳрнери кĕмĕл çĕрĕ сыппи вĕçне анчах юлч (= съехало на кончик пальца): савни, сампа (= санпа) вуласси (беседа) çыру вĕçне анчах юлч (теперь возможна только в письмах). Ib. † Пирĕн киле каясси минут вĕçне анчах юлч. Ашшĕ-амăшне. Хам пурлăхăм çинче ăна (ей) пăхăнса, унăн алли вĕçĕнчен тăранса пурăниччен, эпĕ ыйткаласа çӳреме кайăп, тенĕ. N. Ури вĕçĕнче, у ног его. N. Пуç вĕçĕнче, в головах. N. Атăл патши ури вĕçне, к ногам Аттилы (положил золото). Сала 252°. † Алкум вĕçĕнче (перед двором) çаврака кӳлĕ, çавăрăнса ӳсме (чит. ишме) ирĕк çук.

пĕр-вăçрен

сплошь, без перерыва; под ряд. Тим. Икĕ черкке (рюмка) пек куçа шăла-шăла, икĕ пĕр вĕçрен тутăр пĕтертĕм («затёр вконец, уничтожил два платка, взятых от одного куска»). Халапсем 14. Ку çăкăрне те, хăпартуне те пĕр вĕçрен (в один присест) çисе ярат. Юрк. Пĕр вĕçрен, çĕр çывăраймасăр: ăçтанкăна укçа тупам-ши? тесе, шухăшла пуçлат. Ч.П. Икĕ тутăр пĕр вĕçрен, хаччи касрĕ-уйăрчĕ. Юрк. Пĕр вĕçрен ĕçекен, пьющий «без просыпа».

вĕçе-вĕçĕн

один за другим, гуськом; концом к концу. Пазух. Вĕсем вара иккĕн веçе-вĕçĕн карта тавра, çак юрра юрласа, утса çаврăнаççĕ. Регули 878. Вĕçе-вĕçĕн вĕççе каяççĕ. Ib. 1275. Вĕçе-вĕçĕн отса каяççĕ. Хурамал. Икĕ йĕкене, пĕчĕк вĕçĕсене пĕр çĕре хурсан, вĕçе-вĕçĕн (конец к концу) пулать вара. Ст. Яха-к. Пурте вĕçе-вĕçĕн ярăнса анаççĕ (скатываются с горы на салазках).

вĕçле

острить. Чув. календ. 1911. Хăш-хăш чухне патаккин пĕр вĕçне вĕçленĕ шăмă лартаççĕ (насаживают заостренную кость). КС. Вăл капан тăррине вĕçлерех пар-ха эс (сделай поострее). || Склонять (грамм. терм.).

вĕçлет

заострять. А. Турх. Альш. Ан вĕçлет. Не заостряй. Ib. Сăнă вĕçне вĕçлетес-ха, кайса. Изамб. Т. Шальçа вĕçлетеççĕ. Чув. календ. Пĕр туратне кĕске-кĕске-кăна хăварса татнă та, вĕçлетнĕ.

вĕçлĕ кантăра

назван. особого лыка, разодранного с одного конца надвое и свитого получившимися хвостиками с мочалом или с куделью; им шьют хомуты и войлоки, подкладываемые под хомуты. Орау. Пĕр-пĕр пушăт вĕçне çурса юплентереççĕ те, çав юпсем çумне курăспа-и, сӳспе-и явса каяççĕ. Умпа хăмăтсене, хăмăт кĕççисене çĕлеççĕ, çавна вĕçлĕ кант(ă)ра тиççĕ.

вĕçне юл

остаться с чем-либо (малым, скудным). Н. Яха-к. Акă ĕнтĕ, ачам, çаккăн вĕçне юлтăн; халĕ хăвăн ирĕкĕнте-ччĕ, ĕнтĕ çын аллинчен пăхас пулать. Ан ӳпкелесе кай; килсен, ан хăрат, лăпкă çӳре. (Обращение к умершему). Ст. Чек. Пĕр кĕрепенкке çăккăр вĕçне юлнă. Остался с одним фунтом хлеба (больше в запасе нет). Ч.С. Çапла вара вĕсем икĕ лашаран пĕр лаша вĕçне анчах тăрса юлчĕç (остались только с одной лошадью). Яжутк. † Пĕр кун вĕçне юлтăмăр (нам остается только один день). Пирĕн пурăнăç пĕтсе килет. (Солд. п.). Макс. Чăв. к. I, 70. Ах, тăванăм йăмăк пур!.. Чĕрçи çинче ӳстертĕм, аркăм çинче вылятрăм ― аркăм вĕçне т(ă)ра юлчĕ! (т. е. мы скоро разлучимся). N. Килте (ĕç) хĕр-арăмсем вĕçне юлать. Дома (работа) остается на попечении женщин.

вĕççĕн

(вэ̆с'с'э̆н'), употребл. в см. послелога. N. Укçа вĕççĕн пурăнат. Живет покупая все на одни деньги. СТИК. Чăлха вĕççĕнех (в одних чулках) тухса карăм. Ib. Хӳме урлă чĕрне вĕççĕн тăрса пăхат. Встал на цыпочки и смотрит через забор. СПВВ. Кĕпе вĕççĕн (в одной рубашке); сăхман вĕççĕн (в одном кафтане). Ч.С. Кил-йышсем калаччĕç: кĕтĕве хăвалама та ĕнтĕ пĕр ĕне вĕççĕн анчах тăрса юлтăмăр (остались с одной только коровой, во время мора). В. Тим. Пĕчĕкçĕ тихам пур, вĕрен вĕççĕн (на веревке) тăранать. (Йĕке). Яргейк. Хăй аяккалла килкепе вĕççĕн кайса выртрĕ, тет (он). С. Мокш. Чĕлпĕр вĕççĕн лаша мăнтăрланать. (Йĕке тулни). Т. II. Загадки. Пĕчĕкçеççĕ тур лаша вĕрен вĕççĕн тăранать. (Йĕке). Ч.П. Вĕрен вĕççĕн вăл вылять (лаша). КС. Вăл ĕнине ал вĕççĕн (из рук) тăрантарса усрать (кормит хорошо, хлебом и пр.). Бес. о земл. Курăксене, тырăсене е алă вĕççĕн (руками), е тĕрлĕ машшинасемпе пухаççĕ. НАК. Вĕсем (большие парни) пĕчĕк ачасем пек алă вĕççĕн илсе çисе çӳремеççĕ (не кусочничают), сĕтел хушшине ларсах çиеççĕ. (Сурăх ури). N. Сăмах вĕççĕн çырни, диктовка. СПВВ. Хăйсем вĕççĕн (или: ĕççĕн), сами по себе, самостоятельно. Ч.С. Аттерен анне вĕççĕн (с одною только матерью) пилĕк çулта юлтăм. Ст. Чек. Ун вĕççĕн (с его помощью, т. е. пользуясь его милостью) çăккăр çимелле ан пултăр!

вĕçер

(вэ̆з'эр), расстегнуть, спустить, отцепить. См. ĕçер. Яргуньк. Вĕçерсе яр, отцепи (= ĕçерсе яр). Сир. 51. Аллунти кайăкна вĕçерсе янă пек, варлă тусна сивĕтетĕн эсĕ; пĕр сивĕннĕскере каялла çавăрас çук эсĕ ăна. Изамб. Т. Вĕçер ― освободить. || Передвинуть, подкладывать. Якейк. Вот кайса вĕçер-ха, эп ерçместĕп. Ступай, передвинь дрова в очаге (или в костре), чтобы они лучше горели, мне некогда. Срв. осм. ӧlчер.

вĕçерт

спустить, вырвать, отцепить, расстегнуть. Çутталла 117. Çыхнă кимме йăпăр-япăр вĕçертсе илет (быстро отвязывает). Тораево. Çăраççине вĕçертсе илчĕ, тет те, уçса, утсене вăрласа карĕ, тет. Актай. Çак (он) çывăрса кайсан, амăшĕ ушшĕне вĕçертсе илчĕ, тет те, кĕлете кайса пăххăþ, тет, мĕн пур, мĕн çукне (что там было). Якейк. Лашая вĕрентен вĕçертсе яр. Ала 13. Тата аллинчи перçтĕнне те сĕтел çинех вĕçертсе (снять) хунă. || Преувеличивать. Ст. Чек. Сăмаха вĕçертсе калаçат; пĕр сăмахран пин сăмах тăват. Передает слышанное с выдуманными им самим прибавлениями. || Потерять, amittere. Мусир. † Хăвăнтан тăван хĕрĕне (= хĕрне) çын сăмахĕпе вĕçертрĕн. Нижар. † Чунтан савакан хĕруна (= хĕрне) çын сăмахĕпе вĕçертрĕн. || Болтать. Орау. Вăл пит сăмах вĕçертекен этем. Она (или: он) болтунья, сплетница (болтун, сплетник).

вĕтĕ

вĕт, мелкий; малый. Ч.С. Пысăккисем пăртак çӳресен, вĕтĕрех ачасене, ялăн вĕçне тухачченех, çăмарта пухса, çапла шак(п?)ăртаттарса çӳреме хушаççĕ. Сказки и пред. чув. Пĕлĕт çинчен çăлтăрсем çынсем çине пăхаççĕ, хутран-ситрен вĕттисем пытанмалла выляççĕ. Б. Яныши. Эпир, вĕтĕреххисем, çомăр çывăхарнине сиссенех, лашасене тытса, утланса лартăмăр. Орау. Пĕр пек (приблиз. ровесники) вĕтĕрех ачасем хăйсем ăссĕн выляççĕ. Сала 100. † Вĕтĕ-вĕтĕ (очень мелкую) кĕрпене килле ярса тӳрĕмĕр. || Частый. Сунчел. Çичĕ ют сăмахĕ вĕтĕ сăмах, час ăнласа илеймĕп. Из плача невесты).

вĕт-шак

вĕтĕ-шакă, мелкий; мелкота; мелкие вещи; мелюзга. Турх. Вĕт-шак чулсемпе ывăтса перет. Ib. Вĕт-шаксем, детвора. Шибач. Вĕтĕ-шакă = пĕчик ачасем. Якейк. Вĕтĕ-шакăпа мана паян киле хăварчĕç-ха. Сегодня меня оставили домовничать с мелюзгой. М. Сунчел. Малтанах вĕт-шак арçын ачасемпе хĕр-ачасем выляма тухаççĕ. СЧЧ. Киле пĕр ваттисемпе вĕт-шак ачасем анчах юлаççĕ. Ч.С. Унтан хĕрĕх те пĕр çурта, хĕрĕх те пĕр вĕт-шак куккĕл (= кукăль) турĕç.

вĕтлĕ

мелколесный. Ч.С. Пирĕн ялтан хĕвел-анăçĕ енче пĕр çухрăмран вĕтлĕ каталăх пур.

вĕтти-качки

мелюзга (о детях). Изванк. Тĕттĕм пулсан, пĕтĕм ялти хĕрсем, вĕтти-качкипе, пĕр çĕре пухăнчĕç.

вĕче

(вэ̆ζ, вэ̆џ̌э), область между ребрами и os ilium; бедро. КС. Вĕче ― бедро. Якейк. Вĕче тесе, çынне пĕçĕ тăррипе айăкшăнни хошшине калаççĕ. Ст. Чек. Унăн вĕчи çук (болит), лараймас. Ib. Ку ватă çын вĕчесĕр аптăрат (у него болит ниже ребер). Ib. Вĕче ― подвздошная кость. Толст. Кусене пĕр ватă йытă тĕл пулчĕ, тет; вăл вĕчине аран-аран сĕтĕрсе пырать, тет. Сред. Юм. Аякран, пôшă çĕртен, çапсан: вĕче çинчен çапрĕ, теççĕ. И. С. Степ. Вĕче, чресла. ‖ Орау. Пилĕкпе хӳре ђикки хушшинчи вырăна вĕче тиççĕ (у лошади). ‖ К.-Кушки. Малти вĕчи çӳлĕ лаша вăйлă пулат.

вĕчеш

(вэ̆џ̌эш), спорить, вздорить; держать пари. Сред. Юм. Ытла пит пор çынпа та вĕчешме хытланса çӳрет-ха ô; пĕрер лекет халь, те ôна ôн пирки. Ib. Мĕнле пĕр май çынпа вĕчешес-çиç килсе çӳрет пȏль ȏлă. Ib. СПВВ МА. Айта, мĕн çинчен вĕчешен? Мĕн япала памалла тавлашан? Хорачка. Мĕн вĕчешес (чит. (вэ̆чэжэс)! теччĕ (спорить на словах). Ib. Топăшша тăрат, вĕчешше. Тюрл. Вĕчешше нимĕскер тума хошман. Не велено ничего делать на спор.

вĕчĕлтеттер

понуд. ф. от вĕчĕлтет. Ст. Чек. Тапак вĕчĕлтеттерет. Табак щекочет. Г. Т. Тимоф. Чĕрене вĕчĕлтеттерет. Нервирует, раздражает. Янтик. Пĕр пĕчик ача ăмана тытнă та, кăшкăрат: ай! пит вĕчĕлтеттерет у алла!

вĕчĕх

завистливый. Янтик. Çыннăн пĕр-пĕр япала аван пулсан, тепĕр çын ун çинчен: çапла ун аван, ман начар, тесе сăмахласан, вара ăна вĕчĕх çын теççĕ.

вĕш

то же, что вăш. К. П. Прокоп. † Пыйти (у него) вĕш-вĕш тăват-çке (копошатся). || СПВВ. ФИ. Пĕчĕкçĕ ачасем ак пӳртре пĕр-пĕринпе вылянă чухне, пысăккисем вăрççан та, çапах выляççĕ; çавăн пек чух: вĕш пуртăр (напала зуда) ахаль те кусенĕн, теççĕ.

вжии

(чит. вжии, как один долгий слог), подр. жужжанию брошенного камня. Шорк. Пĕр чол татĕк ман холха патĕнтченех вжии! туса иртсе карĕ.

йăтăнса тух

вывалиться, выпятитьоя. КС. Пăх-ха, кушак çури урлă урапа каççа кайнă, пырши-пакарти йăтăнса тухнă (вывалились внутренности). Коракыш. Пӳрчĕсем (изба) пĕтĕмпе айккалла йăтăна-йăтăна тухнă (выпятились стены). Хурамал. Вара мана мĕн пулнă? манăн пыршăсем пурте йăтăнса тухнă. N. Анкарти патне çитнĕ чухне, кĕлтисем хайхискерин йăтăнчĕç-тухрĕç. С. Йăтăнса тох, выскочить. || Выйти, подняться массой, в огромном количестве. N. Кăçал манăн умма (картофель) йăтăнса тохрĕ (много), торттарса пĕтереймастăп. Беседы на м. г. Виççĕмĕшĕнче çапсассăн, чул ăшĕнчен ылттăн йăтăнса тухнă (в большом количестве). Букв. I, 1904. Йăтăнса тухнă çил-тăман. Ib. Çил тухсан, хумханса каять те, вара яка мар, хумсем йăтăнса тухаççĕ (о море). Якейк. Пăртак каскаласанах, хорăн шатăртатса, чанкăртатса аннă. Кокша пăхать те, хĕпĕртесе каят: йăтăнса тохрĕ, тет, окçа! С. Тĕтĕм манер çок йăтăнса тохать. Дым так и валит. Чăв. й. пур. 37. Вара çапла ача тупса хурсан (если зароешь парня), тата пĕр шит (четверть) алтсанах, укçа йăтăнса тухĕ, тенĕ.

йăх

(jы̆х, jŏх), род племя. Хурамал. Йăх йăха туртать, несĕл несĕле туртать, теççĕ (= пурте пĕр пек пулаççĕ). Ч. С. Тата вĕсем хăшин-хăшин (новорожденного) ятне ашшĕ-амăш ячĕ; хӳрăнташ-ăру ячĕ майлă ел йăх ячĕпе хураççĕ. Истор. Вĕсем çемйинче темиçе çын пулнă. Çав çемьене вĕсем ,,йăх“ тенĕ. В их семье было много людей. Эту семью они называли родом. Хорачка. Сŏлттаны̆н jŏҕŏ пэ̆ттэ̆рэ̆ (род прекратился). Юрк. Сăн пек наянни пирĕн йăхра çук. Таких лентяев, как ты, нет в нашем роду. Собр. † Иккĕн тăван ӳсрĕмĕр, çич йăх (срв.çичĕ-ют) килчĕ-уйăрчĕ. (Хĕр йĕрри). СТИК. Мĕнле йăхран тухса кайнă çав халăх? От какого племени произошел этот народ? || 0 животных. Янтик. Йăхшĕн илсе ятăмăр-çке çак пăруна! (т. е. пăрăва). Ведь мы на племя купили эту телку! Ч.С. Халĕ те ĕнте (= ĕнтĕ) çав сурăх йăхех вуник пуç-и-мĕн пур. И до сих пор имеется что-то около двенадцати голов из потомства той же овцы. || Sреrmа. Паас.

йăх-ях

человек, который ходит в плохом платье, оборвыш. Сред. Юм. Йăх-ях, тесе, начар тумтирпе çӳрекен çынна калаççĕ. || N. Йăх-яха тем чул панă-ха унта, хамăр старăстă пĕр виçĕ тенкĕ илнĕ-ха унта.

йăш-яш

подр. скользящим движениям вырываемой из рук вещи. Сред. Юм. Йăш-яш торткаласа илен эс, пĕр те чипер иле пĕлместĕн! (быстро вырываешь из рук гладкую вещь).

йăш

(jы̆ш), размякнуть (напр. о снеге, камне и пр.), смягчиться. В. Олг. Йор йăшша („ă“ произн. как беглое у) карĕ, çол потат. Сред. Юм. Йор йăшнă. Çор-конне, ирле пуçласан, йор йăшать те, çынна та чăтаймас, ора таçтах анса каять. Орау. Юр йăшнă пĕтĕмпех, çула тухмалли çук ĕнтĕ. Ст. Чек. Тир йăшат çăмĕ тухакан пулат. Виле выльăхăн тирĕнчен тытсан, çăмĕ тухат. Ib. Йăшнă — переходная ступень к таянию и гниению. Ib. Кĕрĕк çăмĕ йăшнă. Шерсть на полушубке лезет (перепрела или сгнила). Ib. Тир, чăркаса хурсан, йăшат, юрăхсăр пулат. КС. Хăмла-çырли (малина) йăлт йăшша кайнă (как дотронешься до ягоды, так она и отпадает — переспела). Чăв.-к. † Чупрăм антăм çырмана, шăмă кĕпçе пулмарĕ, йăшнă кĕпçе пулайрĕ. Çутталла. 112. Пĕвесем çинче пăр йăшса хуралса каять. || Устать, изнуриться. Орау. Кĕсри Упнер тăвайккинче (хăпарнă чухне) йăшрĕ пĕтĕмпех (выбилась из сил). Ст. Чек. Йăшнă = пушаннă, вăйсăрланнă. Шалча. Йăшнă, усталый изнуренный. Сред. Юм. Çын, ырсан: ха, чисти йăшнă вит, пĕр пăт та çĕклейми пôлнă, теççĕ. || Заболеть. N. Стариксем патне кайса килмелли пур та, Саня тем кăшт йăшрĕ-ха! Скотолеч. 25. Выльăх хытă чирлессе кĕтме юрамаст, пăртак йăшсанах, киле хăварас пулать. Н. Уз. Йăшша тăрап. Я нездоров, прихварываю. Орау. Ача пĕтĕмпех йăшрĕ: те вилсе каять, темĕскер ĕнтĕ. Хурамал. Манăн ача темле йăшша тăрать-ха, теççĕ арăмсем, ачи чирлесен. || Размякнуть (о пьяном). Сред. Юм. Пĕр-ик чекке эрехпех чисти йăшнă, пăртак-çиç йăванса каймас. Я. Турх. Йăшнă, размяк (пьяный). || Потерять силу. Стюх. Йăшнă, потерял свою крепость, силу. Ст. Чек. Пăсарлăх йăшнă (пăсарлăх пушаннă, вăйсăрланнă). От временного, расслабления заднего прохода не может громко рederе. Моросить (о дожде). Ст. Чек. Вĕт çумăр йăшат (моросит). Ib. Çумăр йăшша çăват. Идет частый дождь.

йăшăк

(jы̆жы̆к), рыхлый, непрочный (о волокне, перележавшем в воде). Н. Уз. То же, что йăштăркка. Сятра. Йăшăк чол саххăр (сахар). СПВВ. Йăшăк, рыхлый. СПВВ. ЕС. Йăшак — муртак, начар, çĕрĕк япала. СПВВ. ИФ. Йăшăк — тĕрексĕр; кăшăт туртсанах, тухса, татăлса каят. Сӳс йăшăк пулат; тир йăшăк пулат, теççĕ. Çĕрсех кайман, муртаксăрлана пуçланине çапла калаççĕ. СТИК. Йăшăк мягкий, не имеющий к себе ничего твердого и надежного; размякший под действием какой-то силы; близкий к разрушению. Весенний снег — йăшăк; разлагающейся семейство — йăшăк. Изамб. Т. Сӳс (пусма, çип) йăшăк пулат (непрочная). КС. Йăшăк юр, тесе, çурхи (вешний) юра калаççĕ. Нюш-к. Йăшăк çăм, шерсть, легко вылезающая из шкуры. Ib. Йăшăк тир, кожа со скоро выдергивающеюся шерстью. „Невеселый“, т. е. не совсем здоровый. Скотолеч. 25. Кĕтӳре пĕр-пĕр выльăх йăшăк (салху) çӳрет пулсан... См. йăш.

йăшăлтаттар

понуд. ф. от йăшăлтат. || Ползти с силой. N. Пăхатпăр: пĕр тĕмĕ айĕнчен хуп-хура çĕлен йăшăлтаттарса тухать. Альш. Тăнă çĕртех йăшăлтăттартăм. Stans futui.

йăшăрăл

свалиться. Кан. 28, № 215. Йăвăр ещчĕке пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарнă чух, йăшăрăлса анса, аран хваттере çитсе выртнă (она). Ядр. Çĕр йăшăрăлса аннă. Земля обвалилась.

йăшта

(jŏшта), тыкать; разрывать; разрыхлять. КС. Сысна сăмсипеле çĕре йăштат (разрывает). Ib. Киремет укçи шыранă чухне сăнăпа (палкою с железн. наконечником) йăштаççĕ (суют). Ib. Сысна улмана йăлт йăштаса пĕтернĕ (изрыла носом). С. Йăшта („ă“ чит. как беглое у), шевырять палкою в норе. Çутталла 145. Пахчаçă хурлăхан йăранне çу каçаччен татса, шăварса тăнă, пĕр-ик-виç хут йăштаса тухнă.

йăштăртат

шуметь, шуршать, шелестеть (напр., о листьях). Кушакпа автан 15. Катмар хурăнсен кăтра пуçĕсем, лăстар та лăстăр йăштăртатаççĕ. КС. Тырра алапа аланă чухне йăштăртатать. Шел. 127. Кайăксем вăрттăн йăштăртатаççĕ. Сред. Юм. Тыр пĕр çĕртен тепĕр çĕре ерипе янă чохне йăштăртатса анать.

йăшши

то же, что йышши, йишши. Ч. С. Пĕр ййшши (одни) выльăх пусаççĕ, пĕр йăшши (другие) ашне пĕçереççĕ, тепĕр йăшши (третьи) ытти япаласем хатĕрлеççĕ.

йĕке

(jэ̆г’э, Пшкрт. jэ̆ҕӓ), веретено. Сред. Юм. Пĕчик ача ашкăнсан: йĕке тăрăш пôлман хăй, тавна ôн пик хытланса çӳрет, теççĕ. Чураль-к. Вĕрен тăрăх лаша самăртăп. (Йĕке толтарни). СТИК. Пирĕн хĕр-арăмсем йывăрлансан: мĕн ача çуратăпăр-ши? тесе, пĕлешшĕн вилеççĕ вара. Вĕсем, тĕлĕксем курсан, юри кӳрше кайса, çавăн çинчен калаçаççĕ. Тĕлĕкре йĕке курсан — хĕр çуралат, шăшлĕ (sic!) курнă пулсан — ывăл çуралат, теççĕ (если беременная во сне увидит веретено, то, говорят, родится девочка; если увидит кочедык, то сын). Ib. Йĕке — делается из беревы. Ib. Йĕке вăшăлтатат. Веретено жужжит. Орау. Темскер ман ура тупан ыратать-ха, чăтмалла мар, тен такăш йĕкепе шăтарать-и? Ib. Пĕрене, йĕке пек, пĕр пуçĕпе йăванса анса, тăрăнчĕ (ткнулось в реку). Юрк. Йĕке (пир тĕртнĕ çĕрте) Ст. Чек. Хĕр йĕке урлă каçсан, упăшки кукша пулат. Если девушка перейдет через веретено, то муж ее будет плешивым. Тораево. Пĕр çынăн çичĕ ывăл пулнă, тет. Çав çынăн арăмĕ тата йăвăр çын пулнă, тет; ывăлĕсем калаççĕ, тет, амăшне: апай, хĕр пулсан, алăк çине йĕке чик; ывăл пулсан, шĕшлĕ чик, тесе калаççĕ, тет. Амăшĕ хĕр çуратрĕ, тет те, алăк çине йĕке чикрĕ, тет. Якейк. Вăл (растение) йĕке вĕç пек тохса, çитĕнсе ларать. Собр. Уй варинче йĕке чĕрес. (Ан хурмалли). Сятра. Тата ан йăвăççи курчĕ, тет те: ку мĕн, тесе, калать. Çын калать: ку апин йĕке чĕресĕ, (тет). || Часть мельницы. См. арман. Синерь. Армана çавăрат. çавăрат, тет. Ништан, тан авăрмаст, тет. Йĕкĕ кутне пăхрĕ, тет те, вуник мăйрауалăскĕр ларат, тет. Уресмет. Йĕке — небольшое железко, на котором находится нижний жернов N. Йĕке айĕ — коробка, в которой находится пятка веретена. || Осён у тăпса. (Б. Бур. Тăпса — вращающаяся часть деревянных ворот). В. Олг. Ой хапхи алăк йĕки. || Ось скатльицы. Н. Карм., КС.

йĕкĕлте

(jэ̆гэ̆л’д’э), дразнить, насмехатьея. Нюш-к. Хайхи çын çăмăр çăвакан енелле кайне (свой зад) уçса, аслатие йĕккĕлтесе (так!), аллипе кайне çăт-çăт-çăт çапса ларать (хлопает). Сред. Юм. Йĕкĕлтет. Насмехается над другим с целью унизить его. Тораево. Вĕсем, вăрмана пырсан, пĕр упа шăтăкне курнă, унта упи пулнă. Вĕсем упине йĕкĕлтесе кăларнă та, упи, шăтăкран тухсассăн, пĕр 4 йăвăçа ыталаса илнĕ, тет. Янтик.,,Йĕкĕлтесзначит дразнить человека его же характерными жестикуляциями“. Пшкрт. мэ̆н jэ̆ҕэ̆лдӓзӓ т̚ы̆рады̆н мана? мана? Что ты меня дразнишь? Хорачка лӳл, лӳл, лӳл, jэ̆ҕэ̆лдэзэ ты̆рат (çынна мăшкăлакан çын). N. Ачасам вăрçнă чохне, Йăван вăлсене пĕр сепех йĕкĕлтесе тăрать (подзуживал, поддразнивал, побуждая к драке). СПВВ. Пулă вăлтава хыпмасть, ахаль анчах йĕкĕлтет (только дразнит рыболова). Янтик. Ачасене йĕкĕлтесе вăрçтаракан çынна ман корас килмеçт. Я не могу видеть человека, который любит раздразнивать, наушничать и подговаривать детей. N. Чĕлĕм туртман чухне темскер (= темĕскер) çитмен пек йĕкĕлтесе тăрать: ĕçес килет, тесен, ĕçес килмест; çиес килет, тесен, çиес килмеçть — тем çитмеçт. Чĕлĕм туртсан, вăл-ку лăштах пулать. Изамб. Т. Йĕкĕлте, дразнить человека, насмехаться, раздражать. Ib. Мĕн йĕкĕлтетĕн? эп ача мар вĕтĕ (= вĕт). Что ты дразнишь меня? Я, ведь не дитя. Ст. Чек. Йĕкĕлтеççĕ шăппăрпа. Н. Ч. Мана сăнасшăн пит хытă йĕкĕлтеççĕ. Капк. № 6, 1929. Йĕкĕлтеççĕ те, вăрçаççĕ. Тюрл. Пĕчĕк ача мар вĕть эс мана йĕкĕлтемĕ. Ты не ребенок, чтобы дразнить меня. СПВВ. ЕХ. Йĕкĕлтеме = çилентерме. Хыпар № 41, 1906. Земство укçипе школасем, больницасем, библиотекасем (кĕнекесем тытакан вырăн) тунине, агрономсем усранине те вĕсем: харам ĕç, халăха кирлĕ мар ĕç, тесе, йĕкĕлтенĕ. || Наущать, подстрекать. 10 горьк. грозд. Шуйттан йĕкĕлтенĕ тăрах, унăн пĕр намăссăр арăмпа калаçмалла пулнă. || Ябедничать. Якейк. Йĕкĕлте = елекле. Ib. Йĕкĕлтесе ваттарса вĕлерет ĕнтĕ. Шибач. Йĕкĕлтесе çӳрет = елек парать.

йĕкĕлтер

неизв. сл. в песне. Пазух. II, 26. Йĕкĕлтер, йĕкĕлтер, йĕкĕлтер купа пĕр куна...

йĕкĕр

(jэ̆гэ̆р, jэ̆г’э̆р), раздвоенный, двойной; парный, смежный. М. П. Петр. Йĕкĕр сасă — парный звук. Йĕкĕр сăмах — парное слово. Собр. † Аслă улăха ут турăмăр, йĕкĕр (два рядом) капан хурса лартрăмăр. Ib. Йĕкĕр çăла кĕрнĕ ярать. (Сăмсана тапак туртни). Ib. Йĕкĕр çуллă лаша килте вилсессĕн, çичĕ çулччен шав лаша вилет, тет. Сред. Юм. † Утмăл та карта утине йĕкĕр те капан ут хыврăм. Йĕкĕр те капан хушшинче сыпăксăр кĕпçе ӳстертĕм. Б. Нигыши. † Симĕс пĕкĕ кăмăлне йĕкĕр шăнкăра çакрăмăр. Макка 108°. Çав хорăнтан айакра мар пĕр йĕкĕр (раздвоенный у корня), кутамас хорама (вяз) пор. Тюрл. Мăйăр йĕкĕр (двойнушка) полат. Ст. Сахча. Йĕкĕр мăйăр — носят вместе с крестом на шее от с глаза. Юрк. Йĕкĕр — двойнишки. Н. Седяк. Йĕкĕр шапа (dе coeuntibus ranis). Альш. † Мертлĕ çырми çич çырма, çич çырмара çич шапа; пĕри йĕкĕр тухсассăн: така, тесе, пусаççĕ. || Близна (при тканье). Шибач. Пир йĕкĕр полчĕ: пĕр çипсĕр пырать, пир, татăлса (т. е. одна нитка основы оборвана). Чертаг. Йĕкĕр пôлнă (çип татăлни, во время тканья). В. Олг. Пир йĕкĕр полат — с пропуском. Начерт. 210. Йĕкĕр — белизна (чит. близна) на холсте, чёт.

йĕкĕр-ывăç

пригоршни. М. П. Петр. СПВВ. Йĕкĕр-ывăç — йĕкерлесе илес. Сред. Юм. Икĕ алла пĕр çĕре туса, татса (чит. тытса), япала хôрсан, пĕр йĕкĕр-ывăç пôльчĕ, теççĕ.

Йĕкĕр киремет

назв. киремет. Панклеи. Йĕкĕр киремете иккĕн пĕр çĕрте порннăран çапла каланă. Пĕри шорта, тепĕри шу хĕринче вĕтлĕх-шĕнче порăннă.

йĕкĕрлеш

двойни. См. йĕкĕреш. Тюрл. V. S. Йĕкĕрлешсем, йĕкĕрешсем — близнецы. N. Ĕлĕк пĕр тăлăх карчăк пурăннă, тет. Пурăнсан-пурăнсан, çакă икĕ йĕкĕрлеш ача, çуратрĕ, тет. (Сказка).

йĕлен

назв. одежды. Н. Седяк. Йĕлен — одежда. Симб. † Сирĕн çире йĕленсем пит килĕшет, те аркине тикĕс каснăран? Ib. Йĕлен = çӳхе тумтир. Н. Карм. † Хура йĕлен сире пит килĕшет, аркисене тикĕс каснăран. N. † Çулĕ пĕр ту çине улăхнă чухне çил çавăрчĕ йĕлен аркине. N. † Арçынсем илемне, ăй, мĕн кӳрет? Пĕрмеллĕ йĕлен пит кӳрет.

йĕлтĕр

(jэ̆л’дэ̆р, jэ̆л’д’э̆р), лыжи; коньки. Ст. Чек. Изамб. Т. Йĕлтĕрпе ярăнас, кататься на коньках. СПВВ. X. Йĕлтĕр — коньки. См. шумалли. СПВВ. МС. Йĕлтĕр — лыжи. СПВВ. ИА. Йĕлтĕрпе хĕлле мулкакчсене хăвалаççĕ. На лыжах охотятся зимой на зайцев. Н. Карм. † Анкарти пĕр хыçĕнче, шур юр çинче йĕлтĕрпеле шаван пĕрте çук. Курм. † Йĕлме касрăм, йĕлтĕр (лыжи) турăм туран тăва çӳреме. Савса илтĕм сарă хĕр туйран тува çӳреме. Ч. П. Йĕс йĕлтĕрне шуса кĕтĕмĕр. Яргуньк. Йĕттĕр, коньки.

йĕнĕ

(jэ̆н’э̆), ножны; берлога. СТИК. Çĕçĕ йĕнни, ножны для ножа. А. Турх. Йĕнĕ — ножны. Т. М. Матв. Пĕр йĕнĕре икĕ упа килĕштереймест. В одной берлоге два медведя не уживутся. (Послов.) Баран. 125. Кĕр-куннеренех упа хăй валли йĕнĕ хатĕрлесе хурать. Еще с осени медведь приготовляет себе берлогу. Ч. П. Çĕçĕ ркме йĕнĕ патăм. Т. П. Загадки. Пĕр йĕнĕре икĕ çĕçĕ. (Тулă пĕрчи). В одних ножнах два ножа. (Пшеничиое зерно). Тюрл. Йĕнĕ, ножны. Çĕçĕ йĕнни. Хĕç йĕнни. V. S. Упа шăтăкĕ (йĕнни), берлога. Кора-к. Упа хăй йĕнине (siс!) йăтнă, тет те, хĕлле кĕç выçă вилмен, тет. Медведь натаскал в свою берлогу (литвиньи), и зимою чуть не издох с голоду. Ст. Айб. Тилĕ тус, вĕсенчен тарса, пĕр упа йĕннине (в берлогу медведя) кĕрех кайрĕ, тет. Псалт. 10,2. Çĕмĕренĕсене йĕннине хурса хатĕрлерĕç. || Ст. Чек. Мунча йĕнни, хура пӳрт йĕнни (дыра лдля выхода дыма, около двери в курной избе).

йĕплĕ-хулă

шиповник СТИК, Н. Карм., Юрк. См. шăлан. N. Йĕплĕ хулă, см. хĕр аки. N. † Йĕплĕ хулă инки пурччĕ, пĕр пĕчĕк пӳме нумай йĕплер; йĕплер-йĕплер, çитеримар. Етрух. Унтан вара татах тепĕр хут йĕплĕхул пĕр ывăç илет те, сакайне татах кĕрсе кайса, пур кĕтессине çапса, шăлса тухать. Чув. тексты № 2, 491°. Йĕплĕ хулăимеет таинственное значение: отгоняет нечистую силу. Шорк. Йĕплĕ холă — шиповник (не велят есть его ягод, говоря; что из него был сделан венец Христа). БАБ. Йĕтĕн çурăмĕсене вут тĕртрĕ, тет те, тытăнчĕ, тет, ман тавра таканана йĕплĕ хулăпа çаптарса çаврăнма (юмăç карчăк).

йĕпре

(jэ̆прэ), мокнуть. См. епре. N. Çулла тута пăсăлсан, йĕпресе çӳрет. КС. Йӳçĕ йĕпресе выртать. В болоте постоянная мокредь. Ib. Тути пĕр маях йĕпресе çӳрет (мокрые, мокнут и болят и пр.).

йĕпрет

(jэ̆прэт’ ), понуд,. ф. от гл. йĕпре. КС. Тутăна мĕн пĕр-маях йĕпретсе çӳретĕн (не вытираешь)? Урмай. Йĕрĕп, йĕрĕп, йĕпретĕп, Ерми кутне чăшкăртăп. (Икерчĕ пĕçерни). КС. Эп ăна аяккинчен пĕрре çĕçĕпе ярсан, йĕпретĕп те-ха! (т. е. если я ткну ножом, то у него вывалятся внутренности).

йĕпсе

(jэ̆псэ), вязальная игла; кривая игла для сшивания кулей; род вертела. Изамб. Т. Йепсепелен чăлха çыхаççĕ. Сред. Юм. Чôлха çыхма сысна шăмминчен пысăк йĕп тăваççĕ, çавна йĕпсе теççĕ. Ib. Пансхи (= пански) чôлхасĕм çыхнă чôх пилĕк правăк йĕпсепе çыхаççĕ. Ib. Чăпта çĕленĕ чôхне тимĕр. кôкăр йĕпсепе çĕлеççĕ. Ib. Ачапчасĕм, лаша çитерме кайсан, паранк пĕçернĕ чохне, паранка аякран чиксе илме вăрăм патак шӳретсе тăваççĕ, çавна та йĕпсе теççĕ. СПВВ. ФВ. Йĕпсе — алса йĕппи, уна шăмăран, йĕп пек шĕвĕртсе, куçлă тăваççĕ: алшиш-чулха çыхаççĕ. Тюрл. Чăлха, алшиш çыхма йĕпсе (хытă йăвăçран, тăхлантан тăваççĕ); çăмах çиекен шăрпăк пек. || Маточник старой формы. Торх. Бугульм. † Хура вăрман çине эп хурт лартрăм, камăн йĕпсе пурри хурт тытĕ. Образцы 105. Анкарти пĕр хыçне хурсем (чит. хуртсем) ятăм, камăн ылттăн йĕпсе те çав тытать. Лашман. † Хура вăрман çине эп хурт ятăм, кам йĕпсе пурри çав тытĕ. Ст. Чек. Йĕпсе — ама лартакан арча. СПВВ. Йĕпсе — маточник; йĕпселе — йĕпсепе тир. Мыслец. Йĕпсе, маточник. Хурамал. Йĕпсе, колодка, куда сажают матку. Ходар. Йĕпсе, деревянный маточник. || Иглица, шпона. М. П. Петр. „Йĕпсе — шпона, которой скрепляются доски или брусья при их сплачивании“. В. Олг. Алăк йĕпси, стел йĕпси. Шел. 75. Хăшĕ чупа çунаççĕ, хăшĕ йĕпсе шăтарать. Ib. 96. Юпасене картласа, йĕпсе тăхăнтараççĕ (у моста). Рус. Йĕпсесем — шканты. || Паас. Йĕпсе — стропила. || Стержень для надевания цевок. Зап. ВНО. Йĕпсе — сăса йĕппи.

йĕптăрим

неизв. сл. Çутталла 155. Çав курăк ăшенче пĕр хĕрлĕ чечек пуçне тайса: йĕптăрим, килех, кил кунта! тесе ларать.

йĕпхĕр

то же, что йăлăх. Сред. Юм. Пĕр-май пĕр тĕслĕ апат çисе, чистиех йĕпхĕртĕм (одна пища приелась). Зап. ВНО. Йĕпхĕриччен пыл çитĕм (= çирĕм?). Наелся меду до отвращения. Ib. Йĕпхĕрнĕ — надоело. Çутталла 23. Ачасем çуйăхнипе хăлха йĕпхĕрет. СПВВ. МА. Ку пулла çисе йĕпхĕрнĕ ĕнтĕ, теççĕ (çиес килми пулнипе). СПВВ. «Йĕпхĕрес, навыкать». Тюрл. Ку какайпалан йĕпхĕртĕм ĕнтĕ.

йĕпхĕрт

надоедать, докучать. Хурамал. Йĕпхĕртрĕ = япалана тăвас килми пулчĕ. Сред. Юм. Кôлаç та, пĕр-май çиес полсан, йĕпхĕртет çав (надоедает). Зап. ВНО. Эсĕ мана йĕпхĕртрĕн. Ты мне надоел. Изамб. Т. Çĕр улми нумай çисен, йĕпхĕртет (надоедает, приедается).

йĕр

(jэ̆р), плакать. Пазух. Вăхăчĕсем йывăр та, çулсем выçлăх, эпир йĕменнине те, ай, кам йĕрес? Трхбл. Йĕре-кула пĕр укçа, йĕм тĕпĕнче çĕр укçа. N. Йĕре-йĕре ĕçлекен, кула-кула сиет, тет. (Послов.). Ч. С. Çынсем кăшкăрса йĕни илтĕнет. Слышно громкое рыдание людей. N. Тин çуратнă ача йĕрсен, йĕпе пулат теççĕ. Если только что родившийся ребенок заплачет, то это, говорят, к ненастью. Толст. Ăна йĕрес пек йăлăна пуçларăм. Я начал умолять его почти со слезами. Чăвашсем 10. Леш вара йĕрес пек йăлăнат. СТИК. Унăн йĕресси пур-ха, ăна тивертмен! (говорят мальчику или девочке, если они шалят, бьют больных). П. Пинер. † Пирĕн пек çамăрăк (sic!) аxасем йĕре-йĕре мул шырать. Собр. Хапха умĕнче те курăнмасан, çĕре выртса йĕрейĕр (плачь). || О плаче невесты. Альш. Йĕрсе кăтартма (поучить плачу) пĕр пĕр арăм илсе пыраççĕ. Унтан купăс хыççăн çав арăм пĕр-пĕр сăвă йĕрсе парать ăна. N. Качча каякан хĕре йĕме лартнă каç. Ильм. Хĕрĕ пӳркенчĕк пӳркенсе чăланта йĕрет, арçынни сĕтел хушшинче ватă çынсемпе ларат. Хĕрне йĕме лартнă чух ак çапла лартаççĕ: хĕр çумне пĕр арăм ларат та, пӳркенчĕкне пуç çине илсе хурат. Хĕрĕ çав пӳркенчĕке виçĕ хуччен сирсе ярат, тăваттăмĕш хутĕнче йĕме тытăнат. Изамб. Т. Йĕрекен хĕре, пĕр килтен тепĕр киле кайнă чухне, пӳртрен çĕклесе тухаççĕ те, урапа çине лартаççĕ. || В перен. смысле. Ст. Чек. Вут йĕрсе çунат. Огонь готов потухнуть; горение еле-еле поддерживается. СТИК. Чĕрĕ улăм е чĕрĕ вутă питĕ начар, йĕрсе çунат.

йĕрмĕш

хныкать. КС. Мĕн пĕрмаях йĕрмĕшен, ачам? Что ты, деточка, все хнычешь? Сĕт-к. Çаншăн йĕрмĕшет. Из-за этого хнычет. Ст. Чек. Йĕрмĕшсе, от слова йĕрес «плакать». Ib. Ача пĕр май çĕлĕкшĕн йĕрмĕшет (все капризничаот и просит шапку).

йĕр

(jӧ̆р), жгут из пояса (в игре). Орау. Çĕн-Кипек. Унтан е пиçиххи, е урăх япала илеççĕ те, хăйсем хыçĕнчен: йĕр-йĕр, йĕрте пул! тесе, çав япалана пĕр-пĕрин патне вăрттăн ута-ута яраççĕ.

йĕр-йĕрле

игра в жгуты. Орау. Йĕр-йĕрле вьц,ас. Вуннăн-вунпилĕкĕн е ытларах та çап-çавракан, урисене пĕр çĕрелле тусă, лараççĕ те пĕр-пĕр сăхман пиçиххине вирлĕ тимелле хутласа яваççĕ. Шăпа тухни йĕрне шыраканни пулать. Вара пĕри: йĕрр! тит те, явнă пиçиххине пĕççи айне персе чикет, унтан пĕççи айĕнчен хăй çуммĕнчи юлташне парать; лешĕ тата лерелле ăсатать. Шыраканни пиçиххине чăн малтан курнă çĕре шырама тытăнат. Унччен те пулмасть, шыракан хыçĕнче лараканни хăй айĕнчен туртса кăларать те: йĕр-рр! тесе, шыраканнине çурăмĕнчен шап! тутарать. Шыраканни унта шырама тытăнать. Пиçиххийĕ унтан тепĕр енне çавăрăнçа та çитет. Каллех шапп! тепри тутарать. Çапла йĕрне (пиçиххине) пĕççисем айĕнчен çӳретнĕ çĕртен шыраканни хăçан та хăçан тупать пĕрин-пĕрин аллинче, çавăнчченех шырать. Вара, тупсан, вăл ларать; кам аллинчен тупнă, вăл шырама пуçлать. Кăна çытарнă çĕрте (на кормежке) выляççĕ.

йĕр

(jэ̆р), след. Альш. Тӳн-тӳрĕ йĕр хывать (против. кукăр-макăр çул тăват“). Прокладывает прямой след. Регули 1285. Йĕрпе топрăм сире. Я нашел вас по следу. Изамб. Т. Ваçлей, йĕрпе кайса, лашине çавăтса килнĕ. Василий пошел по следам своей лошади и привел ее. Ч. К. Ырă ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. N. † Лап-лап çерем лап çерем, лан çеремрен шыв юхат; йĕрне йĕрлес терĕм те, тарăн курăк тĕнĕнче. Хĕрлĕ Урал № 10, 1921. Арăм пырса çитнĕ çĕре Купис Кĕркури патĕнче сурăхсем йĕрĕ те çук. Орау. Вăсам патне йĕр пынă. К ним привели следы (при краже). N. Патша, хĕрĕ йĕрсĕр (бесследно) çетнине пĕлсен, питĕ хуйхăра пуçланă. Ч. П. Хура сăсар тухнă, йĕр тунă (проложила след). Б. Янгильд. Çак пĕчик мулкачă йĕри сăрт çуммипе каят. Следы этого, маленького зайчика идут вдожь горы. || Переносно. Ст. Чек. Пĕрев упăшки вăрă, арăмне те вăрлама вĕрентет: арăмне хăй йĕрнĕ пустарат (заставляет жену следовать своему примеру). Собр. 32°. Усалăн йĕрне ан пус, теççĕ. С. Акă çавах хам йĕре ӳкертĕм! || Линия, черта. Альш. Хĕрĕ-каччи, пĕр йĕре тăрса (встав в одну прямую линию), урама урлă шăнăçаймасан, ик-виç ĕрет пулса, пĕр ĕрет хыçĕнчен тепĕр ĕрет, пыраççĕ (идут в хороводе). N. Шыва чул пăрахрăм та, шыв йĕри-тавра йĕр-йĕр туса картланса кайрĕ. Кинул в воду камень, и в воде образовались круги. || Полоса. Кивĕ-ял. Йĕр — полоса, напр., семян, насыпанных на столе. СТИК. Йĕр-йĕр тăрăх («говорят про полосатую рубашку»). Орау. Çурăмĕ тăршшипех, пĕр ал-лапки сарлакăш, кăвак йĕр анать. По всей спине (на теле) идет синяя полоса шириною е ладонь. Ib. Йĕр-йĕр хĕрлĕ (с тонкими красн. полосами) кĕпе-йĕм. Ib. Тутарсем йĕм(ĕ)сене йĕр-йĕр хĕрлĕ япаларан çĕлеççĕ. Ib. Такăш пушăпа тивернĕ пек, çамки урлах хĕрлĕ йĕр выртать (или: каçать). || Строка (в лапте). Сред. Юм. Çăпатан пĕр йĕр тальчĕ (= татăлчĕ), халех тăпăлса тôхать ак. Одно лыко (у лаптя) износилось, скоро и другие износятся. || Тропа. Юрк. Карташне тăманпала юр тулнă, выльăхсене çӳреме йĕр çук (нет тропочки для скотины). N. Çав вăкăр мăйракипе йĕр турĕ, тет, чĕрни вĕçĕпе çул турĕ, тет. (Такмак). Кĕвĕсем. Анкартисем хыçĕнчен епĕ йĕрсем хыврăм, Раштав тăманĕсем пытарчĕç. Буглульм.? Евчĕ килне йĕр хуçĕ (бык). || Строка (в книге). Белая Гора. † Аттеçĕм ларать-çке сарă тенкелли çинче, илнĕ аллине хăйĕн кĕнекине; пĕр йĕрне вулать, хал те макăрать. || Надрез. Юрк. Касса йĕр тусан, кĕпине çурса илеçсĕ. ||. Б. Олг. Йĕрне çĕтер (у КС. — йĕрне çĕттер), привести в беспорядок. См. йохăн. Основание, причина. Б. Олг. Пăхнă вăл çа теляна (делянку), пĕлнĕ; çа пĕлнĕ йĕрпе, она исе прахрĕ, туат çĕр çитмĕл пилĕк тенкĕ парчĕ. Б. Олг. Мĕн йĕрпе кисе? Зачем пришли?

йĕренки

(jэ̆рэнĕ’г’и), «след». Тюрл. Йĕренки пор-и? Есть-ли след. Ib. Йĕренки туса пар. Сделай начало (чтобы потом продолжать дальше, потому что иной не умеет начать). II (Прежний) вид. Йĕренки те çок = йĕренки те çук. КС. Ним йĕренки юлман. Совсем осунулся, сделался безобразным, некрасивым. Сред. Юм. Ах тôр, (çав) чирпе пĕтсе кайнă, çын йĕренки-çиç йôлнă! Ib. Тыр (хлеб) пит начар пôлсан, йĕренки-çиç пôлса ларнă, тĕççĕ. || Некоторое подобие. Сред. Юм. Çăпата, тесе, хыптарать; пĕр çăпата йĕренки (лаптишки) туса парас пôль, терĕм.

Йĕрĕнке

(jэ̆рэ̆н’г’ә), личн. имя мужч. См. Ярански. В. Олг. Йĕрĕнкен киянĕ яшка пĕçерме килнĕ оран (с поля). Потом каран картая (в огород) каят сохан татма — окçа ларат. Пĕр уçă уçласа илет те, кӳртет. Коççăр полса ларат, тĕм-коççăр, ним те кормаст. Ах, тет, окçа исе, хоранпала ларат! тет; кайса пăрахас, тет, вал окçая, тет. Окçая илет те, кайса прахат. Каран коçран çĕтет — çок, и коç оçăлат онăн. Çа йĕрĕнке окçи вăл.

йĕрĕнчĕк

отвратительный. Ст. Чек. Йĕрĕнчĕк, отвратительный, позволяющий себе в присутствии других непристойности. КС. Йĕрĕнчĕк. 1) пакостный, поганый: çав йĕрĕнчĕк япалана ма тытан? 2) противный (о человеке): эй йĕрĕнчĕк ачупа! ах, противный ребенок! Ст. Чек. Йĕрĕнчĕк, скверный, противный для глаз. Ib. И, йĕрĕнчĕк! — говорят ребенку, берущему погань, или человеку, который говорит неприличное. Полтава 68. Тискер чура! йĕрĕнчĕк! Хăççан часрах тĕпчесе хĕн кăтартса пĕтерем. Пшкрт: эj jэ̆рэ̆нџэ̆к! Сы̆мзуна т̚а шы̆λимӓстэн! || Лежебок, любящий чужими руками жар загребать. || Надоедник (брань). СПВВ. ГЕ. Йĕрĕнчĕк, тесе, пĕр япалана илешшĕн тек аптаратакан çынна калаççĕ; тата чĕчĕ ачине калаççĕ.

йĕрĕх

(jэ̆рэ̆х’), первоначально — посвящение (предмет, посвященный духу), потом — название духа, впоследствии — злого. Среди предметов, находящихся в Русском Государственном Музее, имеется несколько йĕрĕх’ов, „покровителей рода“, напр., женское изображение — кукла, сделанная из тряпок, с красной головой, в чувашском костюме («кинемей», № 1416—1); кукла «мăнакка», № 146—8); лубяной короб («ват акай йĕрĕх(ĕ)»; это название дано йĕрĕх’у потому, что он «первоначально произошел от старой девы», № 1239—180); мужское изображение — кукла из тряпочек, с длинными седыми волосами на голове и подбородке («ĕмпичче», № 1416—3); подобная ей («ĕмпичче»), № 1416—10; два грубых изображения ребенка, в виде тряпочки, свернутой в трубку и перевязанной — в одном случае синей ниткой, в- другом — ниткой и тесемкой (№ 1416—5,6), несколько безграмотно описанных йĕрĕх’ов («идолов»), под № 967 — 1, 2, 3, 4, 5. Там же есть чувашское женское поясное украшение — енчĕк (№ 968—24), род кошелька, в котором «женщины носят жертвенные деньги, когда идут на поклонение йĕрĕх’у». Искаженные чуваш. названия я исправил. Начерт. 211. Йĕрĕх — литой идол, домашний бог. Магн. М. 75, 76, 78, 80, 81, 247 и др. Т. VI. Ильух(х)а йĕрĕхĕ, Малакай йĕрĕхĕ, Ятмăрса йĕрĕх, Силевер йĕрĕхĕ, Силевер тӳрри, Кукша йĕрĕхĕ, Кукша тӳрри, Çтаппан (scr. Стапан) йĕрĕхĕ, Уçка Терентей йĕрĕхĕ! Сире юсманпала, хурпала, ăшă xĕлхепеле асăнатпăр-витĕнетпĕр; айван-ашана каçар пире. Охотн. Начнем с „ириха“. Он невидим; местопребывание имеет в лукошке, сделанном из вязовой коры и помещающемся в клети, где-нибудь в углу, на дверью, как у нас (это было) в клети. Лукошко это, впрочем, может висеть и на другом месте, напр., на стене амбара, конюшни и другого какого-нибудь строения снаружи. Ирих посылает чувашам, относящимся к нему без достаточного уважния, как я сказал, наружные болезни. Если у чувашина начинают болеть глаза или на его теле появляются нарывы, сыпь, то он — или ио своему сознанию, или по совету „юмзи“ — варит из пшеничной муки кушанье, в роде киселя, так навываемое „мимĕр“. Затем, расплавив одну свинцовую ружейную дробинку, отливает маленькую блестящую монетку. Сделав в ней маленькое отверстие, продевает через него нитку, концы которой завязываются вместе в один узел. „Мимĕр“ и монетку он несет в тот дом, где находится наказывающий его „ирих“. Кто-нибудь из семейства этого дома, по просьбе принесшего „мимĕр“ и монетку, отправляется в клеть к „ириху“, захватив с собою и „мимĕр“ и монетку. „Ириху“ он молится, чтобы тот снял болезнь с принесшего „мимĕр“. Потом делает несколько земных поклонов, часть „мимира“, со столовую ложку, кладет он в лукошко, а свивцовую монетку вешает на гвоздь, на котором висит лукошко. Остальной «мимĕр» приносится в избу и съедается членами семейства этого дома. После такого моленья чувашин в полном убеждении, что болезнь его снимается «ирихом». Все семейные в той комнате, где ирих, имели серьёзный вид и гояворили только о деле и о вещах, не касающихся нравственности и религии (siс!). Хурамал. Йĕрĕхе, çăнăхпа чуста сарса, пĕчĕк-кăна чашăк тăваççĕ, унтан кĕрпепелен пăтă тăваççĕ; ăна пĕçереççĕ вара. Унтан вара хĕрлĕ çиппеле тăхлан шăратса çакаççĕ. Унтан вара ăна кайса çакаççĕ йĕрĕх çта пур, çта асăнсан: йывăçра пулсан, йывăç турачĕ çине кайса çакаççĕ; çуртра пулсан, çурт патне кайса пăрахаççĕ, хуçисене пĕлтерсе тиекенĕ кĕлетнех кĕрсе çакат. Шаймурз. Пирĕн кивĕ кĕлетре, алăк хыçĕнче, пĕр ленкес çакăнса тăрат. Çав ленкесре йĕрĕх пур, теççĕ. Çав йĕрĕх нумаййĕшне кĕсен-çăпан кăларат, суккăр, тăват, шыçă парат, теççĕ. Çавăнпа вара ăна çулă мимĕрпе пырса чуклеççĕ е тăхлан, пырса, шаратаççĕ. Çапла тусан вара, ыратни чарăнат, теççĕ. Тата çĕнĕ кĕрӳсем, пырса, салам параççĕ. Тата салам панă чух кулсан, килĕшмест, теççĕ. Çĕнĕ кĕрӳсем салам памасан, вăсене йĕрĕх тытат, теççĕ. Тата çав ленкесе пырса тĕртĕнсен те, хĕн-хупăр парат, теççĕ. (Тут же сказано, что от йĕрĕх’а происходят и глазные болезни при чем приведены случаи заболевания). N. Якор арĕм (= арăмĕ) варĕ йĕрĕхне ак çапла çырлахтараççĕ. Онта ĕлĕк Якор арĕм вилнĕ. Çавăн вырăнче халĕ йĕрĕх пор. Вăл, онта лаша ярсан, лашана ниста та ямаç, лашана çав коккăра илсе кĕрсе вĕлерет. Ст. Чек. Йĕрĕх кĕсен-çăпан ярат. Ib. Йĕрĕхе хушпу пек тунă, нухратпа (кузов); нухрат пăрахаççĕ. В. Олг. Йĕрĕх полнă перĕн ялта ватти, отаманĕ. Ялĕпех йĕрĕх полнă, пĕри полнă отаманĕ. Она параччĕ такасам; ялти çын шăпах килет те, парат. Первей çăнăх хорат, икĕ пус окçа хорат, кĕрпе хорат, асăнса она: мана отнаккă ту, тесе, хаман ту; эп сана така паратăп, тет; халчах парăп, тет. Пасара каят, илет така, пĕр полтинник парса илет. Каран пусаччĕ, пасартан кисен. Пуссан, йĕрĕхе поççанчĕ: çăпан ан кăлар мана, суат (= сыват) çăпантан, тет. Поççапат та, ашне çиет пӳрт-ăш халăхпа; шăннине çонтарат. Вара çырлахрĕ, çăпан тохмарĕ. Лаçра хиç-кил полнă, хиç-киле тăрăхла пĕрне çакнă; пусса çисессĕн, аш татăкки яраччĕ. — Йĕрĕхе çĕмĕртĕм, пĕрĕшне туеккине исе тохрăм, виç хут çавăрса çапрăм та, икĕ пуслăх окçасам тохса карĕç, çĕр полĕ; мана ним те полмарĕ, йĕрĕх ним те туимерĕ. Ч. С. Минчет тутарса килекенсем итем-карти патне çарăнаççĕ те, пĕри ху? вун-виçĕ пус, хуть вунă пус (унта тиркев çук) укçа илет те, упăшкипе матки йĕри-тавра çав укçана çавăрса, аяккалла ывăтса ярат. Ăна вăл: пур маткипе упăшкине çакланнă тăшмансем, матки килĕн-и йĕрĕхсем, упăшки килĕн-и йĕрĕхсем çав укçапа килĕшĕр (пусть умиротворятся), тесе, пăрахат. Собр. Йĕрĕхе чӳклес пулсан, тута хĕрне кĕсен тухать, теççĕ. Чертаг. Йĕрĕх йоманĕ; унта кăр-кунне саксам туса, вот хораччĕç ташлчĕç, ĕçсе çиса. Орбаш. Икĕрчĕк, кокăрчăк ехветер вати (чит. ватти) кокăрчăк. (Йĕрĕх). N. Е тата эсĕ — çавăнта çырмара çавă йăвăç кутĕнçе йĕрĕх пур, эсĕ, çавăнта ларса, шăнă та, çавăнти йĕрĕх тытнă сана, тет. Ст. Чек. Кутна йĕрĕх тыттăр! (Брань. Еi dicitur convicii loco, qui coram aliis pedere consueverit). СТИК. Мĕн пулнă кăна, тек йĕрет? — Тем йĕрĕх тытнă-ха ăна, ан тив! (Говорят об упрямом капризнике). Eлаур. Пирĕя ялта (Йалавăрта) чӳк тунă вырăнсем икĕ тĕлте: пĕри ту çинче, тепри ял варринче. Малтанхине киремет теççĕ. Çав вырăнсенче хурамасем лараççĕ. Вăл хурамасене никам та касмаççĕ; вĕсене кассан, çын вилет, теççĕ, йĕрĕх пусат, теççĕ. СПВВ. X. Ырутаман — название (местное? — в Тетюш. у.) одного на йăрăх (йĕрĕх). Жертва. Убеи (б. Буин. у.). Хĕрт-сурта йĕрĕх патăмăр. Макка 234°. Унтан тата, çак эпĕ çырнисене пурне те туса пĕтерсессĕн, тата йĕрĕх тăваççĕ. Ăна ак мĕншĕн тăваççĕ: е куç пăсăлнăшăн, е çăпан-кĕсен тухнăран, е тата юхана ерсессĕн,тăваççĕ. Ăна ак çапла тăваççĕ: пĕçереççĕ икерчĕ пăр(т)а(к)кă тăхлан шăратаççĕ те, вăсене çав йĕрĕх вырăнне кайса тăкаççĕ; ăна вара: икерчĕ лартрăмăр, теççĕ. Хăш-хăш чухне, пит хĕн-асапа кайсассăн, така та пусаççĕ. Ib. 222°. Йĕрĕх çукки кĕрсен, ăна пĕрпысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. (Вирĕм). Хурамал. Йĕрĕх лартни. || Болезнь. Яргуньк. Авалхи çынсен йĕрĕх ятлă чир пулнă. Вăл чире ак епле чире каланă (siс!): е çăпан, е кĕç(= кĕçĕ), е шăтан-юхан ерсен: йĕрĕх тытрĕ, тесе, йĕрĕхе, чӳкленĕ, тенĕ. См. Рекеев. II, 3, III, 6; Золотн. 150; Мильк. 22, Мészáros 24—27, 113, 118, 149.

йĕрĕх пĕрни

то же, что йĕрĕх кунти. Вомбу-к. Йĕрĕх пĕрни. Йĕрĕхне чӳкленĕ, хампарсенче алăк хыçне çакаччĕç. Пĕрне хампарта çакнă (алăк хыçне): ачапча ан кортăр, тесе. СЧЧ. Пирĕн кĕлетре пĕр йĕрĕх пурччĕ. Вăл йĕрĕх пĕрнине хурама хуппинчен авса тунăччĕ“. Çав йĕрĕх пĕрнине тивекене йĕрĕх тытат, тетччĕç. Çавăнпа пурте вăл йĕрĕхрен пит хăрачĕçĕ. Вăл йĕрĕхе çемьесем ан пуççапчăр, тесе, пиччесем, теветкеллесе, йĕрĕх тытасран хăрамасăрах, ăна çемесенчен вăрттăн çурхи шывпа юхтарса янă... Пиччесем хай йĕрĕхе каяллех пĕтернине çемьесем пĕлсен, йĕрĕх хăйсене тытасран хăраса, ăна татах çĕнĕрен чĕртнĕ (восстановили). || Брань. Орау. Йĕрĕх пĕрни! тиркет тата! (говорят ребятам).

йĕрке

(jэ̆ргэ, jэ̆рэ), порядок, чин, церемония. N. Вăл чӳкĕн йĕрки ак çапла. Порядок этого жертвоприношения вот таков. N. Пĕри пĕр тĕрлĕ, тепри тепĕр тĕрлĕ кăшкăрашнă, ним йĕрки те пулман (никакого порядка не было). Чăв. й. пур. 26. Пӳртне çынсем йĕркине лартман, хыçала, çынсем хыçне, лартнă. Избу поставил не в общем порядке, а на задах. КАЯ. Çавăн пек ĕç йĕркине ăстариксем хытă пĕлеççĕ. || Очередь. Ашшĕ-амăшне. Ну, Лисахви, тенĕ: халĕ санăн йĕрке ĕнтĕ (теперь твоя очередь). N. Вырăн çине выртма-кăна йĕрке юлсан... Юрк. Чăваш та пырса чарăннине курсан, лешсем кунтан куласшăн: итле-халĕ, чăваш, сана авăртма йĕрке (рет) час тивес çук, эсĕ чи кайран килтĕн. Куратăн, санран малтан килнисем нумай; час авăртса каяссу килсен, тутар сăмахне: бзав, тесе, пире каласа пар, тенĕ. Рекеев. Йĕрке хывас или: рет хывас, обходить родных (визитировать) в первый день Пасхи. || Ряд (людей). Янбулат. † Йĕрки-йĕрки хĕр тăрать; ларас текен нăмай полч чон савани (саванни?) полас çок. Стоят рядами девицы; много оказалось желающих сесть, но нет среди них такой, которая была бы по душе. Сĕт-к. Выçакансем йĕрке туса тăраççĕ. Играющие образуют ряд. || Строка. Якейк. Б. Олг. Йĕрке, строка (письма). || Венец (бревен). Б. Олг., КС. Изамб. Т. Кутник тĕлĕнче маччаран пĕр-ик йĕрке аяларах сент(ĕ)ре пулат. || Строка в лапте. Пухтел. || Табель, таблица. М. П. Петр. || Обряд, обычай. Туй. Ашшĕпе амăшĕ калаççĕ: эй ачам, пиртен тухнă йăла мар, авалтан, ваттисем кăларнă йĕрке, теççĕ. N. Ку йĕрке çапла пĕтет. Чхĕйп. Вăл йĕрке пĕтсен. Когда окончится этот обряд. Бюрганский. Акă унăн йĕркине эпĕ сире каласа кăтартам-ха. Ib. Акă эсĕ мана вилнĕ çынсене асăнас йĕркене каласа парчĕ. Юрк. Карта пăтти те çӳк йĕркиех. N. Вара чӳк йĕркине калама пуçлать (молитву). Шурăм-п. № 22. Ĕлĕкрен юлнă йĕрке. Стариниый обычай. К. -Кушки. Тата, пит кирлĕ пулсан, тăхăр ялпа учук тунă йĕркине ярăпăр; ăна çырса хурас терĕç. || Повод; обстоятельство. Макка 130°. Эпĕ авланнине есир пĕлетĕр-халĕ. Йĕркине те пĕлетĕр пулĕ. || Обыкновение, правило. Ст. Чек. Упăшка хыççăн кайса: упăшка йĕркине тытса, упăшкана мĕн кирлине парса тăрса... Суждение. Намăс йĕркине пĕлмен вĕсем, çарамасах пурăннă. || Дело, касающееся чего-либо. Ч. С. Унта (т. е. в больницу) кайсан та, самай пулас çук çав (то-то и есть что... ему не будет легче...), ку пулнитса йĕрки мар; пулнитса йĕрки пулсан, кунта та турленĕ-ччĕ вăл. (Из рассказа «тетене керемет тытни»). Такмак. Эсир мĕн йĕркепе (зачем) килтĕр? N. Эпĕ вăрă туса, вăрă йĕркипе мар (не по воровскому делу) карăм салтака. || Уклад жизни. Изванк. Ватă-вĕтĕ пулмасан, пĕр йĕрке те килмеçт, теççĕ. (Посдов. Чхĕйп. Пуçлăхсам та, çаксĕне тĕрĕс туса тăмасан (если не будут это выполнять), халăха ырă йĕркепе усрияс çук. || Значение. Юрк. Курпунна кăларса, кутна мăкăртса, хытăрах ĕçлесен, тин çын йĕркине кĕрĕн, унсăрăн кахал анчах пулса тăратăн. || В качестве послелога. Юрк. Салтак йĕркипе (по делу о воинской повинности) пире, тетепе иксĕмĕре, прикаса чĕнтерчĕçĕ. Регули 167. Эп омпа поплесе пол тытнă тăрăх (или: тытнă йĕркипе). Я говорил с ним о (по поводу) рыболовства. || Случай. Кан. 1927, № 210. Ыӳрт пĕренисене те çав йĕркепех йӳне илтĕм. N. Эпĕ унăн йĕркине тупăп. Я разберусь в этом деле, т. е. добьюсь того, чтобы оно было решено по закону. (Так сказал человек, неправильно увояенный с должности). || Поветрие. В. Олг., Пухтел. К.-Кушки. Халăх йĕрки, поветрие. Ib. Санăн куçă мĕшĕн пăсăлнă? — Темĕншĕн, те халăх йĕрки пулчĕ. ||. Занятие; отрасль хозяства. Чтен. по пчел. № 17. Вĕлле хурчĕ йĕркин усси çинчен.

йĕркене кӳр

приводить в порядок. НАК. Вĕсене пурне те йĕркене кӳрсе çырсассăн, пĕр кĕнеке çине те шăнăçас çук. СТИК. Килти хĕр-арăм кил-çуртри япаласене тирпелесе (= тирпейлесе) вăсене йĕркене кӳрсе тăрат.

йĕт

(jэ̆т), то же, что йăт, нести и пр. Пшкрт. Пĕр мешек тырă йĕтсе карă. || Сокрушить. V. S. См. йăт.

йĕтес

(jэ̆дэс, jэ̆д’эс), дужка, iugulum. См. етес охоти. Когда чувашская молодежь ломает дужку, то девушка ставит обыкновенным условием сплести эй пару девятилычных лаптей, а парень, со своей стороны, желает, что бы та ему сшила хорошенький кисет с кисточками. Последний служит любимым украшением парней, которые носят его при гостях, привязав к поясу, с левого бока. Н. Седяк. Йĕтес туртнă чух: вăлтмалла (улталамалла), вăлтăкана сăйламалла калаçăççĕ; кĕпе çĕлесе памалла калаçаççĕ; утмăл кашăк сăра ĕçтермелле калаçаççĕ. Епле кам кăмăлне килет, çапла калаçаççĕ. Йĕтес силлекенсем (сăйлакансем) ак çаплă тăваççĕ (пĕр йĕтесе иккĕн туртаççĕ): кӳлеççĕ кутăн пĕр çуна, çуна çумне вăрăм шерте çыхса, ун тăрне ялав çакаççĕ. Сăйлакан илет сăра е пыл, вара иккĕшĕ те, ларса, урама тухса каяççĕ. Лашине уттарса анчах çӳретеççĕ. Хăйсем вĕсем пĕр-пĕрин пиçиххине çыхаççĕ (свявываются куштаками), пылне хăйсем ĕçмеççĕ, урамри çынсене ĕçтереççĕ. Çапла йĕтес силлени вуласшăн туни анчах пулать. Утмăл кашăк сăрана кăмака çине лартса кашăкпа анчах ĕçтереççĕ. Çапла туни те шут тăвасшăн анчах пулать. Юрк. Йĕтес — дужка вместе с мясом. МС. Йĕтес туртас, ломать дужку.

ваен

неизв. сл. Макка 190. Ăна хывма пĕр чĕрес пĕр чашкă, пĕр сăра курки,—тата тепĕр кашăк, васана (чит. вăсана, т. е. вĕсене?) ваен савăт сани теççĕ; ун çинче хываççĕ. (Из опис. похоронных обр.).

Ваюшкасси

назв. селения. Шинар-п. Ваюшкассинче пĕр юмăç кăрчак пурăннă.

вайĕн-шейĕн

(-э̆н’), тоже, что вайăн-шайăн. Н. И. П. СПВВ. ИФ. Ĕçлеме тытăнсан, пурте тăрăшша ĕçлеççĕ; пĕри тек пĕр тула тухма каят, пĕр тепĕр тĕле каят, тек ĕçе пит хĕреле (?) ĕçлемес. Пĕрре-те пусрăнса ĕçлемес, тек вайĕн-шейĕн çӳрет, теççĕ. || В беспорядке. N. Çавăнтах тата вайĕн те шейĕн тенкелсем, сĕтелсем йăваланаççĕ Ib. Пӳртре вайĕн те шейĕн ĕçкĕ-çикĕ тытăнать.

вак

(вак) или вака (вагы̆), прорубь. Альш. Кĕпе çума пăр çине, пăра касса, шăтарса тăваççĕ. Тогаево. Çав ялта çăл полман, çавăнпала пирĕн лашасене вакран ĕçтерес полать (приходится лошадей поить из проруби). N. Вăл вак касни тепĕр хут шăнса ан кайтăр, тесен, шăтăка çапнă кĕлте кӳртсе лартас пулать. СЧЧ. Кăсем вак кутне çитрĕмĕр, тет те... (подогали к проркби). Ч. С. Çичĕ тĕслĕ выльăхма-чĕрлĕхме çичĕ картана хупма парăсăнччĕ. Шыва антарсассăн, пĕр вĕçĕ картара, тепĕр вĕçĕ вакăра пултăрччĕ. (Моленье ака пăтти). Б. Пĕр вакка хĕрĕх çерçи тăкăнать. || Хурамал. Вак — водопой (и летом).

вак куçĕ

отверстие проруби. Янтик. Вак куçĕнче пĕр виле выртат. Сала 140. Çунанăн тĕпне шăнтма (чтобы подморозить) вак куçĕ патне пытăм. Цив. Вак куç — прорубь.

вакла

разменять, мельчать, крошить, изрезывать на части. Изамб. Т. Хăвăн укçу ман çумри укçана ваклама çитет-и? Хватит ли у тебя денег разменять мои деньги? N. Вăл хура (гуся) вакламасăр пĕçереççĕ. Торп-к. † Порçăн пушине ваклама хурăç çеçĕ кирлĕ-мĕн. Имен. Хачă тытрĕ те, пире вакласа, чӳречерен, темĕскер каласа, п(ă)рахрĕ. Схватил ножницы и, разрезав хõлст на мелкие кусочки, бросил в окно, ваговорив что-то. Упа 816. Унтан тăп-тулли вакласа тунă кĕмĕл пуссем пулнă. Янш.-Норв. Пăтти пиçсе ансассăн, виççĕн, хай купаланă пашалусене тăваткăл татăк туса, вакласа хураççĕ. Ч. С. Пăрăва пĕçерме пĕр кĕпер хăми илсе килсе вакларĕç (изрубили). Ib. Тăрсан вара, вăкăрне, пусса пăрахса, вакласа, пĕçере пуçлаççĕ. N. Ĕнине пуссассăн, ашне вакланă чухне, пырĕнчен кĕленче катăкĕ тупнă. || В перен. см. Якейк. Сăмах ваклакан çын сана тем те топса парĕ (о находчивом разговорчивом чел.). Çутталла 20. Çынсем утрĕç ерттелпе, тĕрлĕ сăмах вакласа. КС. Вăл пит сăмаха вакламасть. Он не очень разговорчив. Сказки п пред. чув. 105. Ку темĕнле йăваш хĕр, тесе, халлап ваклаççĕ. Ib. 27. Туй халăхне йĕртнине халап туса ваклаççĕ (повествуют). Изамб. Т. Вакла — говорить пространно и без пользы. Ib. Ан вакла ĕнтĕ! эс вакламасан та пĕлетĕп. Не рассусоливай, и без тебя знаю. N. Сăмаха пит ваклакан çын, человек слишком много говорящий. || Распределить. Хыпар № 8, 1906. Çав 854 миллион (= мĕлюн) тенкĕ укçана 138 миллион çын çине вакласан, кашни çынна, арçынна та, хĕр-арăма та, 6 тенкĕ те 19 пус тивет. || Рассматривать, обсуждать в подробностях.

вакуншар

по вагону. Кан. 1927, № 226. Çур-кунне хăш-пĕр склатсенче суртламан çăмарта Пĕр-ик вакуншар пухăнса выртачĕ (= выртатьчĕ).

вакша

(вакша), белка, векша. См. пакша. Чертаг., Б. Олг., Б. Олг., Хорачка. Айдар. Пĕр вакшан икĕ хӳре. (Çăпата кантри). Тогаево. Йăвăç çӳлчи вакша холхи пек полсан, пирĕн чăвашсем: тырă акма йорат, теççи. || Прозвище. Абыз. † Мана ыр çын хĕр памар, Вакша Ентри хĕр пачĕ.

валтанхи

первый, начальный. См. малтанхи. Синерь. Валтанхи каç умуççин палумине сыхлама кĕçĕн ывăльне янă. Торп-к. Валтанхинешкелех (= малтанхи пекех) каларĕ. || Старший. Орбаш. Пĕр çынăн (= çыннăн) виçĕ хĕр пулнă: валтанхи хĕрин амăшĕ пулман. || Первая (о жене). Ала 88°. Валтанхи арĕмĕнчен юлнă ачисем.

валак

жолоб, СПВВ. Собр. 173°. † Юхăм шыв юхат валакран, сасси илтĕнет аякран. Сред. Юм. Валак е валашка тесе, çăл кôтне лартакан пысăк таканана калаççĕ. V. S. Валак — жолоб (йываçран шыв юхма чавса туни). СПВВ. ЕХ. Валак — пĕр-пĕр япала юхтарма лупашкалă йывăçран таваççĕ. М. 11. Петр. Валак, вулак — корыто; колода; жодоб. См. арман.

валем

(вал’эм), беремя сена. Ст. Чек. Валем; утă валемĕ, пĕр çĕклем утă. Нюш-к. Утă типсен, купа тăваччен, утта валемĕн-валемĕн купаласа хураççĕ. Ч. П. Пирĕн çави вырăсла; ярарах-ярарах туртсассăн, валемĕн-валемĕн ут тухать. М. П. Петр. Валем — доля; мелкие копны, из которых складывается целый воз или целая копна. Н. Седяк. Валем = пухнă пĕчĕк-пĕчĕк купаланă утă. Шел. 76. Валем-валем выртаççĕ пăяв-шывсем (веревки), чăрканса. СПВВ. ПВ. Валем; козм. валям. ЧП. Валем-валем ут тухат.

валĕ

(вал’э̆), часть, доля. N. Ой, тет, патша, тет, валĕ пама пуçларĕ, тет: килĕр корак-çăкан! тет. Вăл çитрĕ те, пĕр оя тохрĕ те, касрĕ те прахрĕ. Корак-çăкан çиса ярчĕ (кобылу). || Части мяса в вареве. Курм. Валлипа çи ес! Ты ешь с мясом!

валĕм-хуçа киреметчĕ

назв. киремети. N. Хыçалти Валĕм-хуçа киремечĕ пĕр-пĕр иртсе çӳренĕ чухне тытман-ши? теççĕ (т. е. не от него ли заболела сноха).

валлĕ

повид. описка, вм. валĕ. Т. VI, 35. Виçĕ валлĕрен пĕр валне ĕçсе-çиме пар, икĕ валлĕне (scr: валлĕне) пӳлмене хума пар. (Учук).

валт

(валт), подр. живой и быстрой походке. Собр. Валт-валт утакан, тавра кайсан, çу хыпат; ленк-ленк (вяло) утакан, тӳрĕ кайсан, йĕкел юман çинчен ӳкнине курнă та, çапах ăна тупайман, теççĕ. (Послов.). СТИК. Электричество (у др. електритсă) савăчин трупинчен тĕтĕм валт, валт тухса тăрат („с промежутками, пĕр тытăнăн мар“). Ib. Пĕр-пĕр хулăн тавара çил çине илсе тухсанах, вăл валт! туса илет. Ib. Кăраççинăпа йĕпетнĕ япалана вут тивертсен, валт! çунса каят (вспыхивание керосина на каком-нибудь предмете). Ib. Кĕпене вут хыпнине: кĕпе валт! туса карĕ те, сӳнтерме те пулмарĕ, çунчĕ-пĕтрĕ (теççĕ).

валь

(вал’), доля, часть. См. валĕ, Т. VI. 14. Ик вальне кая, пĕр вальне ĕçме-çиме пар. (Чӳклеме). || В д. Кутеме (Ерофеевке), б. Бедеб. у., валь — способность, талант: турă валь парсан, çын мĕн-те-пулсан вĕренмесĕр юлмасть.

вальăм-хуçа

то же, что валĕм-хуçа. Хурамал. II, 83°. Çав хăварнă пăтăранах тата пĕр пашалу илсе, Вальăм-хуçана чӳклеççĕ. Çав пăтăранах илсе, Кĕлĕ амăшне (Вальăм-хуçа амăшне) пашалупа чӳклеççĕ. || Назв. оврага (вар) около д. Лобашкиной, б. Алик. вол.

вар

(вар), обдернелый овраг с пологими краями, лог, дол. Орау. Шемей варĕ (назв. оврага). К.-Кушки. Варсем: Тарăн вар. Вăл вар питĕ тарăн. Унта ĕлĕк шыв питĕ нумай пулнă; халĕ ĕнтĕ анлах мар та, çапах пур-ха. Шибач. Вар — пĕтĕмпех корăклă, тĕпĕ-япалипех; çырма — тăпра йохсах тăрать çӳлтен. Ib. Вар — в лесу, çырма — в поле. СПВВ. ЕС. Вар — типĕ çырма. Шарбаш. „Вар — начало çырма (без воды)“. Чертаг. Вар = васан (безводная ложбина). КС. Вар — глубокий и длинный овраг, с крутыми, обрывистыми берегами и сухой. Емелък. Вар — глубокий овраг без воды. А. Турх. Вар, 1) овраг; 2) глубокое сухое русло ручья. Ib. Вар уçăлса анчĕ. По оврагу (весной) пробила дорогу (потекла) вода. Ст. Чек. Вар юманĕ. Кума-к. Пĕр вар хушшинче пĕр пӳрт курнă (увидал). N. Эпир тăтăмăр та, вар хушшннелле (в овраг) чупса кайрăмăр. Пус. Икĕ вар вĕçĕнчен тан тапĕ. (Сăмса юхни). Сред. Юм. Вырçарни-кôн Пăва варне вăйя каймалла. Коракыш. Пĕчĕк варара (sic!) юр çăвĕ? (Çăнăх алани). N. † И, тарăн вар, тарăн вар; тарăн варăн тĕпĕнче каччи утне шăварат. Чуралъ-к. † Вар-вар урлă каçрăм, вар ути тăтрăм. См. кар. Пизип. † Вар хушшинчи, ай, сар курăкĕ, тăри (= тăрри) çурлать, ай, вар тулать; эпĕр килсен, ай пӳрт тулать. В Моркар это сл. встреч. только в назв. урочищ.

вар

живот, желудок, внутренности (человека). О сохр. здор. Кăмпа пирĕн ăшра час çĕрмест, çавăнпа ăна варпа асапланакансенĕн çиес пулмасть. Орау. Вара тытса, кулмалла! (= выртса, йăваланса кулмалла). Просто умора! СТИК. † Вартан, вартан ан кала, вар ыратат, аннеçĕм! Пуçран, пуçран ан кала, пуç ыратат, аннеçĕм! Аслă акка вĕлерчĕ, вталăх (так!) акка пытарчĕ, кĕçĕн акка чарчĕ. (Так пела дудка из тупăлха, выросшая на могиле брата, убитого сестрами). Альш † Варрăн-варрăн ан кала, вар ыратат аттеçĕм. Мусир. † Варне пусса йĕрекен, пирĕн анне мар-и çав? N. † Варне тытса йĕрекенĕ манăн атте мар-ши çав? СТИК. Ах, вар пăват-çке! (сильная боль в животе; против нее пьют соленую воду). Н. Лебеж. Пĕр кăсăя сарă ылттăнăм варăма хырчĕ. Якейк. Ай тор, тор! Йăван çĕмĕрт тăрăнчен ӳкнĕ!.. Варĕ сикмен-ши (не повредил ли он себе внутренности?) N. Варпа хĕн курса выртачĕ (страдал поносом). || Uterus. Собр. † Калаçăттăм сăмаха тутлине, кунта хамăрпа пĕр варта выртни çук (нет единоутробных родных). Ч. П. Пĕр варта выртнă тăванăм пур. Юрк. † Çакă киле килмĕтĕм, пĕр варта выртнă тăван пур. Орау. Варăмра йăтса çӳрени ахаль пулчĕ сана! (Прокл.). Якейк. Иккĕ (так!) пĕр варта çитĕннĕ ачасам (родные братья или сестры). Ib. Эп онпа пĕр варта çитĕннĕ. Мы с ним родные (от одной матери). К.-Кушки. † Хампа пĕр варта выртнă тăванăм. Юрк. † Килтĕм, килтĕм (legе: кĕтĕм) çак киле, пĕр варта выртнă тăваншăн. || Сред. Юм. Вар вĕçнĕ пôль ôн паян, лара-тăра пĕлмес. У него на сердце тревога, он не может быть спокойным. N. Аçа-ама варĕ (чĕри) ывăл-хĕрте, ывăл-хĕр чĕри упара. Толст. Санăн ырă пурнăçу варна çитсе ленкнине куратăп ĕнтĕ. Орау. Ху ачăна усал сăмах вартан (от души) ан кала (подразумев. çиленсе, т. е. со зла).

варлă

приветливый, добрый, сердечный; тароватый. Кратк. расск. Авраам вăл пит варлă çын пулнă. Çав çынсем патне пынă та, ӳксе пуççапнă вĕсене. СПВВ. ПВ. Варлă çын — добрый. Фи. Финн çынни тата питĕ чăтăмлă, варлă çын. Çын хăйпе кăмăл калаçсан, вăл унпа кăмăллă, йăвашшăн калаçат. Бур. † Кил йышĕ варлă пулсассăн, сĕтел умĕнчи çын эпир. N. Çакăра-тăвара та пит варлă çынсем. В отношении хлеба-соли они тоже очень тароваты. Юрк. Ăшă кăмăллă, варлă çынсем, amabiles, соmеs, lrpidi). || N. Варлă тус. || Состоящий в дружеских отношениях. ЧС. Сителĕклĕ пурăнакан çынсем хăйсен хурăнташĕсем, варлă çыннисем патне хăнана çӳреççĕ. || Дружно, любовно. X. Çăкăр-тăвар пĕрле ĕççе çимелле пултăр, пĕр варлă пурăнмалла пултăр. СПВВ. Вар, варлă пурăнас, варланас. Яргуньк. Хĕрĕ пĕр ĕмпӳ ачипа варлă пурăннă, тет те, çавăнпа çав çĕвĕç хуçана каяшшăн (замуж) мар, тет. Сĕт-к. Олянпа Микула пит варлă порнаççĕ. Ядр. Тата вĕсене варлă пурăннă хĕрсем ашăли(-ал-шăлли) туса параççĕ. || Состоящий в любовных отношеииях. А. П. Прокоп. || Укçинепе варлă ача варне тытса макрать, тет. Юрк. † Пирĕнпе варлă çичĕ хĕр, çичĕ хут чаршав карсамăр, мана илсе юлсамăр (Солдат. п.). N. † Пирĕнпе варлă хĕрсем çук, çавăнпа пирĕн тутăр çук. N. † Хамăрпа варлă хĕрсене хамăр чĕрçине лартрăмăр. Яргунък. Çав улпутăн арăмĕ пуппа варлă пулнă, тет. Сред. Юм. Арçынна варлă (любимая мужчинами), хĕр-арăма варлă (любимый женщинами); арçынна варлă, тесе, арçын пит килĕштерекен хĕрарăма калаççĕ; хĕр-арăма варлă тесе, хĕр-арăм пит килĕштерекен арçынна калаççĕ. Сред. Юм. Арçын (арз’ын) варлă — с мужской физиономией. || Пĕр варлă, единоутробный. Изамб. Т. Пĕр варлă çынсем, дети одной матери. У КС. — пĕр варти çынсем.

варлăçăм

ласк. ф. от варлăм. Якейк. † Ай, варлăçăм çор çона; иккĕн ларсан, пĕр çона; виличчен пĕрлех порнас-чĕ!

вар-хырăм

органы пищеварения. Скотолеч. 4. Лашасен пуринчен ытла вар-хырăм пăсăлать. Сред. Юм. Тем полнă паян ман вар-хырăма, пĕр-май пакăр-пакăр-пакăрр! (звук а в подр. несколько лабидизован) тăват (урчит). Ib. Паян вар-хырăм ыратса аптăрарăм. СВТ. Пуринчен ытла аванăн вар-хырăмĕ пăсăлса чирлесрен сых тăрас пулать.

вар шăлни

(шŏлνиы), лечение живота массажем. Шарбаш. Пирĕн ялта пĕр вар шăлакан карчăк пор. Вăл арамсане, çамăлланнă хыççăн чире кайсăн, варĕсене шăлса тӳрлетет. Ачасань варĕ пăсăлсан та амăшшем, он патне исе кайса, она шăлтараççĕ. Чире çапла тӳрлетнине пирĕн вар шăлни теççĕ. (Сообщ. Н. Р. Романов).

вара

ужо. N. Вара пурăп, халь ерçместĕп. Собр. Варана кайсан, вараланат, теççĕ. (Вослов.). Тоск. Варана юлнă япала варланнă, теççĕ ваттисем. (Послов.). Регули 1227. Вара кил; вара тăвам. Ст. Чек. Ĕçе, ăна çийĕнче туса пăрах; варана юлсан, варланат, теççĕ (иначе дело забудется). || После, с, через. Орау. Эп вара килетĕп, виççелле, виç сахаталла (часам к трем). Регули 286. Эп сумар мартан вара (сувалнăран вара) онта ялан çӳретĕп. Т. VI. 12. Паянтан вара — с сегодняшнего дня. Кан. 1928, № 149. Ĕç çур-куннерен вара тăсăлать. Дело тьянется с весны. Альш. Çав кунтан вара — с того дня, Ч. С. Виç кунтан вара, через з дня. {{anchor|DdeLink21822718894160}} || Указ. на возможный вывод, следствие или заключение. Часто ставится о тем же оттенком конечного вывода и в вопросах. Изамб Т. Епле, укçа тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? — Ахăр тухмалла. Темĕн чухлĕ вара тухмалла, пĕлместĕп. Ib. Пăятам тепле вара, пăянам хуш сăмаха-йăмаха пит вичĕкĕн япала. N. Касаксем: акă халĕ тинĕс тĕпне кайăпăр вара, кайăпăр, тесе, каласа тăраççĕ («вот-вот»). N. Унта тытаççĕ вара пулă, тытаççĕ вара пулă (повторение), тетелĕпе шак хывса. Регули 251. Атти тухманшăн вара эп те ништа та тохман. N. Ме, акă пилĕк çĕр тенкĕ; анчах асту, ыран ирех илсе кил вара (принеси). Кан. 1928, № 149. Çуттишĕн (за вино) ĕç тăваççĕ, тоççĕ вара Тури-Тимĕрç-кассем. Шел. II. 58. Сывă-халĕ, лайăх пурăнать, питĕ чее вара, терĕç. N. Темĕскер вăрри вара (не знаю, что это за семена). Подгорное. Ача, Иван чăнахах Мускава кайнă-и вара? Епле лекнĕ-ши вара вăл унта? Цив. Еппин кăçта вара? Где же она у тебя? Ч. С. Ни хура мар, ни сăрă мар, хăй вара çарамас пек курăнать те, шыв хĕрринчех выртать (вутăш) Альш. Ай-ай аван çынсем-çке вара çав Мишкасем! Ну и хорошие же люди этот Михайла и его жена! СТИК. Вара мĕн хытланан эс? (Говорят человек, пораженный поступком товарища. Значение «вара» определится, если ты сопоставим выражения «вара мĕн хытланан ес?» и «мĕн хытланан эс?» Последнее выраж. значит; «что ты делаешь?», а первое «ну, что ты двлаешь?!» || А действительно ли... Сред. Юм. Аçу килте-и вара? А дома твой отец? || Будто. Нюш-к. Çав укçа (клад) кĕш(= хăш) чухне лаша е урăх япала пулса çӳрет пулать вара. || Однако, а. Альш. Вĕсене тивеймерĕ вара. Однако они остались нетронутыми (пожаром). П. П. Т. Калăмтенĕ сăмах мĕнле сăмахран та пулин тухат пулĕ-те, анчах эпĕ ăна пĕлейместĕп вара. N. Петĕр: выртма яратни килемей? тесе каларĕ, тет. Килемĕшĕ (старушка): выртасси выртăн та, эсĕ Иван тĕслĕçке вара, тесе каларĕ, тет. Сĕт-к. Çав Елекçин ним латăллă калаçни та çок вара. Перев. Вара (тогда) эпĕ: ку кам манпа пĕрле юрласа пырать? тесе ыйтрăм. — Эпĕ, тет,—Вара кам эсĕ? — Эпĕ санăн нушу, тет. || В таком случае, и тогда. Регули 1515. Мана пĕр . конлăх анчах парăр, вара çитĕ. Орау. Раштава сирĕн пата пыма юрать-и, килте пулăр-и? Çырăр çавна. Вара пырас. || Разве. Ч. С. Пĕр чĕрес сĕт нумай-и вара? N. Эс пасара каятним вара? || Уж не... ли. N. Пирĕн уччилни карташĕ хӳмине вут хыптарман-и вара? тетĕп. Я думаю: «Уж не подожгли ли забор двора нашей школы?» N. Кашкăрĕ калать, тет: тилĕ тус, эсĕ шăмасна (= шăмастăн-а) вара ман çие? || Едва ли... Альш. Качча кайиччен иккĕ-виççĕ а каяяççĕ-и вара хĕрсем хĕр-сăрие? Пĕрре-кăна кайнă, тиекенсем те пур арăмсен хушшинче. СТИК. Пуласса пулĕ те вăл хаçан-та-пулсан, эпĕр курмалла пулайăпăр-и вара ăна? (т. е. едва ли нам придется дожить до этого). || Да ведь. Кратк. расск. 24. Унтан тăванĕсене каланă: вара эпĕ И., тенĕ. || Потом... (с остановкой, при расскзе). Орау. Çан чухне çапла ятлаçрăмăр. Вара... çав çилĕпе, халь те чашлатса çӳрет (злится): пĕр-пĕр алла ӳнерĕп-ха, тесе калат, тит. || Выраж. подверждание, как русск. да. К. -Кушки. Эс паянах каятним ĕнтĕ? — Вара. Паян тухса кайсан, вăхăта çитĕп, тетĕп. Разве ты сегодня же едешь? — Да. Я решил, что если я выеду сегодня, то успею к сроку. Срв. ара. || С уст. накляну что же. N. Илин вара! Ну что же, если возьмет! || Дальше (чего-либо). N. Теччĕрен вара кăйман.

варасăр

назв. дер. Дятлино. Разум. Никит. Варасăрта пĕр вăрă тăвакан хĕр-арăма, Тарука, вĕлерсе, шыва янă.

варлан

пачкаться, мараться. Альш. † Шурă Атăлтан тухнă шурă пулă выртать пасар варринче варланса. Сборн. по мед. 63. Вăл тутăрсене варланине-пĕр çунтарса ямалла. || Испражняться. О сохр. здор. Тата пирĕн хăш-хăш çынсем, тула çӳремелли вырăн тумасăр, ăçта килчĕ унта варланса çӳреççĕ. || В перен. см Никит. Манăн хамăн та утă нумай. Çын çаранне çитерсе (травя) варланатăп-и эпĕ?

варта

(варда), тесать. Хорачка, Пшкрт. Варта = чотла. СПВВ. Варта — обтесать. СПВВ. ЕХ. Вартас — пĕр-пĕр япалана çунни (т. е. тесанье).

варшăн

(варжы̆н), смешиваться. Баран. 108. Курăкĕ ватăлса ани çинчех çĕрет те, тăпрапа варшăнса çĕре çĕнетет. Альш. Сатраях та çырла пиçет-çке, тĕрлĕрен пĕр курăкпа варшăнса.

варшăн

(варжы̆н), развеваться. || В перен. см. Орау. Пĕр майра кунтан варшăнса тухса карĕ, тумланнă, тамаша!

васан

(вазан), неглубокое, отлогое, сухое русло, по которому в дождь и весною течет вода. N. Васансем юха пуçларĕç. Емельк. Васансем юхаççĕ (об углублении, где вода течет весною или после дождя). Янтик. Унта çав мише çинче пĕр вăрăм васан пур. Çак васана иксĕмĕр лаша çитерме килĕпĕр-ха! Ib. Тăвай витĕр пĕр вăрăм васан каять, çав васанпа ĕлĕк çырма, Ел, юхнă, тет. Халь çа шыв у васана пăрахнă, урăх йĕрпе юхат. Я. Турх. † Васан тăрăх, пăтранса, явна-явна шыв юхать. Тюрл. Васан = опашка „долинка“. КС. Васан — неглубокий овраг с отлогими берегами, заросшими травою, и не длинный. N. Тăв айĕнче айлăм (улăх) пур, унта васансем юхса выртаççĕ. N. Васанра палан пур. М. П. Петр. Васан — лощина. || Углубление, по которому вытекает со двора вода. А. Турх. Васан уçрăм (провел).

васанкă

(вазангы̆), овраг. Лесн. Крышки. Сред. Юм. Васанкă — лакăмрах вырăн. Ib. Пирĕн ана тăрăх пĕр васанкă анат те, çав васанкăра никçанах (= всегда) тыр пит пôлать.

васка

торопиться, спешить. Юрк. Васкакан арăмĕнчен савăнман. Хăвăрт авлансан, теплескер пулат, тетĕп. Сред. Юм. Васканă-çĕм мăя тôтăр çыхма та астуман. СПВВ. ПВ. «Васканни çитермен, пӳрни çитернĕ». (Послов.). Беседа. чув. 2. «Васкарах парас! Ну!» терĕ пĕр Микулай ятлă çын; лашине нушăпа çапрĕ те, хытăрах юрттара пуçларĕ. Цив. Урайне шăлма та васкаççĕ, ачисене чарма та васкаççĕ (женщины). Регули 1445. Эпĕр васкатпăр, ыран пирĕн пĕтересчĕ кона.

васкакала

учащ. ф. от гл. васка. Сл. Кузьм. 134. Вăрттан васкакаласа тунă майĕпе вутне е сӳнтерме астумасть, е пĕр-пĕр çĕре пăрахать.

ваç

(вас’), вон (указ. нар.) Коракыш. Ваç çавăнта пĕр вăрман пур. Ой-к. † Хайхи ваçка ваç ташлать, çинçе пилĕк яш ача. ЙӨН. Ваç тăрать кĕрт çинче (девушка). (Туй юрри).

ваçа

то же, что ваç. Синерь. Ваçа унта пĕр кĕмел тум (дом) курăнать. Ib. Хуçи калать. тет: ваçа унта пĕр ял çунать, тесе калать, тет.

Ваçка

личн. хр. имя мужч.; Василий. || Молодец. N. Ну вас’ка-мы̆лод’эц! Абыз. † Эпĕ ĕлĕк ваçкаччĕ: çич çул ямшăк хам чупрăм, пĕр турта пуç катмарăм, пĕр хĕр чут тытмарăм. || Ласковое обращение между близкими. Орау. Чураль-к. † Ах, ваçка, ох! тес; ыран каçпа мĕн, тес? Çур-çĕрте киле пырсан, мĕн тес (вроде: «ах, братец, что сказать?»). КС. Ваçка, обращение ко всякому (к мужчине и женщине). Ib. Тавай, ваçка, паян çавна тăвар! М. И. Петр. Ваçка çапла, ваçка. N. Вăл, ваçка, хăлхана кĕрсен, çынна та вĕлерет.

ват

(ват), бить, колотить, пороть. Моюнич. Амăше вара ку пусăк ачине çавăрса илнĕ те, ватса пăрахнă (прибила): ма уна тиврĕн? тесе. Сĕт-к. Ватмаллах ватас-ха она пĕре! Поколочу вот когда-нибудь его как следует! Хыпар № 42, 1900. Стражниксем çавăнтах халăха нагайкасемпе вата пуçланă (начали пороть). Синьял. Кошак тохрĕ, тет те, сикрĕ, тет, вăкăр çине куçĕсем çап-çутă, тет. Вăкăра ватса тăкать (избивает), тет, хăй çапах: мар-мăр! тесе ларать, тет. Изванк. Çынсем курсан, тытаççĕ те, велеричченех: пирĕн пата мĕшĕн ăсатса ятăр (т. е. зачем мор к нам проводили)? тесе, ватаççĕ (бьют). КАЯ. Эпĕр аккапа, атте ватасран хăраса, киле каймарăмăр. Мы со старшей сестрой, боясь, что нас побьет отец, не пошли домой. || Ломать, разбивать, раскрошить, раздробить, растирать. Ердово. Чăн малтан хура-кураксем, йăвăç тураттине ватаканăскерсем, килсе краклатса çӳреççĕ. Макка 218°. Унăн шăммине ватма хушмаççĕ. Не велят разбивать его костей. Скотолеч. 23. Хурăн кăмрăкне, çăнăх пек ватса (растерев в порошок), тасатнă вырăна тултарас пулать ХУБ. Чуллă çĕрте анчах тимĕр сӳре юрамасть; унта йăвăç шăллă сӳрепе сӳрес пулать, мĕншĕн тесен вăл чула ватмасть (не разбивает камня). Дик. Леб. Унтан ăна урупа таптаса ват (растопчи). Сред. Юм. Ватать. домает; 2) очень одолевает. || Поранить. О сохр. здор. Çапах та вăл чир сурансăр вырăна ермест, вăл е хыçса татнă çĕре е пĕр-пĕр япалапа шăйăрса ватнă вырăна анчах ерет (сифилис). || Искалечить, изувечить. Кан. 1929, № 185. Лашасене ватса ан пĕтеррĕр-ха. Как бы не искалечили лошадей! || Перепахивать. Кан. 1927, № 237. Анчах ватса акни çинчен виçĕ кун хушшинче страхакĕнте пĕлтерес пулать. || Размывать, прорывать. Икково. Шу ватса (= çырса) кайсан, кирек шта та варашка полать. Янгильд. Çор-конне выйлă шупа ватнă çолсене, çĕр шу типсессĕн, пĕр çĕрте те йосама тăрăшаççĕ. || Мять. Сред. Юм. Картуса ан ват. Не мни фуражку. Ib. Кĕнеке веç ватса пĕтернĕ (измял, изорвал). Ib. Кĕнеке питне ватнă (измял, изорвал). Ib. Тĕркĕшсе томтир ватса çӳремелле мар ôнта, ак эп сире тек кĕрештерсе çӳреттерем. Ирть-к. Ват, мять (табак). || Травить, побить (градом), переломать (о хлебе и т. п.). Упа. Пире каçсерен пур вĕççе каякан выçлăх кайăксем ватаççĕ. Никит. Кам выльăхĕсем ватса кайнă-ха куна? (потравили луга). Хочехмат. Унăн анине кашни каç такам ватма пуçларĕ, тет. Никит. Тырă ку таринччен лайăх-ха; çил-тăвăл-мĕн килсе ватмасан, лайăх пулмалла. || Мучить, изнурять. Полтава 58. Капла ыйтса, чĕрене уссăр ватса хускатан. Хыпар № ЗЗ, 1906. Ирхи çурăм-пуçĕнчен тытăнса, тĕттĕм пуличчен, çан-çурăмне ватса асапланаççĕ. || Зарезать (о волке). Кан. 1927 № 220. Кашкăрсем Туканаш кĕтӳнне 6 сурăх ватнă (волки зарезали овец).

ватă

(вады̆) или ват, старый, старинный, древний, ветхий. Ч. П. Ват, ват инке, ват пуçтарма тухсамăр. Яргуньк. Шăтан-юхан ерсен, йĕрĕх валли нимĕр пĕçерсе: ват аки (см. йĕрĕх), тытрăн-турăн пулсан, çырлах, тесе, хурама пĕрне-шне пĕр кашăк нимĕр янă. N. Çӳлте турă, çĕрте патша, сире кĕл-тăватпăр лайăх чĕлхе-çăварăмпа, таса чунăмпа, ырă кăмăлăмпа. Ырăлăх-сывлăх патăр, лайăх çынпа паллашма патăр; ватсене курсан, пичче темелле пултăр; çамрăксене курсан, шăллăм темелле пултăр; карчăка курсан, асанне темелле пултăр; çамрăк хĕрсене курсан, йăмăк темелле пултăр. Ача-пăчаллă пулччăр; ватăлса, шурă çуçлĕ пулаччен пурăнччăр. (Хĕве хупнă чух пиллени). Çăварни. Кам пĕрре усала вĕреннĕ, ват йăлапа çак сăмахсене итлесшĕн мар, вăл пĕлсе тăтăр... Ө. Никиф. Ват сăн çапнă (постарела лицом). Сред. Юм. Ват çăка е хорама котне «тôла тохсан», кота çăпан тохать, тет. (Народн. поверье). К.-Кушки. Эпир ăна илнĕ чухнех вăл ват лашаччĕ. Мы купили эту лошадь старою. N. † Ват тура пек какамай (т. е. кокамай), ыр кон-çолне халала (= халалла). Регули 715. Çав çын; ватăрах-хи, чăваш. Тот, постарше — чувашин. Сл. Кузьм. 63. Ватти — ватă мар, çамрăкки — çамрăк мар. Собр. Тăрсамăр, ачасем! амаш ватти килет, тет те, хыптарать те çунтарать. || Старость. Орау. Ваттăм çитрĕ-çке ĕнтĕ! Пришла моя старость! Ватту çитнĕ (твоя). Ватти çитнĕ (его). Бугулъм. † Выльсам-и, тантăш, ай, кулсам-и, çамрăк пуççу ватта юличчен. Альш. Ватта хирĕç кая пуçларăмăр ĕнтĕ (приближаемся к старости). Орау. Стариккин те ватти çитнĕ те, кушак пек кăмака тăрнчен (çинчен) анмаçть. Шурăм-п. № 25. Куккукĕ тĕрĕс каласа паманнине ватăрахпа (на старости лет) кураççĕ те, ăна ĕненми пулаççĕ. Г. Т. Тимоф. Ватă енне кайсан, çын ытларах калаçакан пулать çав. Senectus natura loquacior. Орау. Ватă енелле карăмăр ĕнтĕ (или: сулăнтăмăр). Ib. Ваттăм çитнĕ-çке ĕнтĕ манăн. Ядр. † Çавă Шăмат хĕрĕсене эпир илсе килмесен, ватта юлас сасси пур. || Старик, старуха, старики, старые люди. РЖС. Ватă ăна каланă. Старик сказал ему. Чăвашсем 4. Ватта курсан, чыслă тĕл пулса, чыслă иртсе кайтăр (по-желание ребенку в молитве). Альш. † Çакă килте пĕр ватă, ан калăрсам йывăр сăмахăра. П. И. Орл. Ватă хисепне кĕнĕ. Вступил в разряд пожилых (гов. о женатых, хотя и мододых). N. Ватта пăхан выçă çӳремен, утта (т. е. ута) пăхан çурран çӳремен, тет. Собр. † Ыраш шăркана ларнă чухне çара алпа ярса тытмарăм; яш пĕве кайнă чухне ватта ятран каламарăм. БВ. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен. СПВВ. Ватăсем = стариксем. Альш. Авал ялти-йышри ĕçе ватă шухăшласа, ватă туса тăнă.

ватă-вĕтĕ

или ват-вĕт, старые да малые. Юрк. † Уяв илемне яракан ватă-вĕтĕ пулĕ вăл. N. Пĕр-пĕр вара йывăç айне ватти-вĕттипе пухăнса... Альш. † Хирти тыр-пул хумхансан, ялти ват-вĕт савăнчĕç. || Старая, сгорбленная, маленькая. Тим. † Ватă-вĕтĕ карчăксем хăçан кайĕç масара?! Сĕт-к. † Ватă-вĕтĕ хытă кот, çамрăк кот та çамçа кот.

ватăлмалăх

старость. Регули 68. Ватăлмалăхра хорлăх кортăм. Ib. 63. Ватăлмалăхра тăрантармалăх никан та çок полать. Тим-к. Çав старикпа (у др. старикпе) карчăкăн ватăлмалăхра (на старости лет) пĕр ывăл та, çуралнă. Цив. Малтан чармасан, кайран, ӳссессĕн, ватăлмалăхра ачăрсене тархасламалла ан пултăр.

ватра

неизв. сл. Т. VI. 60. Ну ватра, тата хĕр-арăмсем пĕр пĕрчĕ сӳсрен çĕр хур пир тăвас пулат, тет.

вашăк

(важы̆к), отлогий, наклонный. Баран. 89. Вашăк сăртсем паллă та мар. Шибач. Вашăк тăвайкки = чике мар. Баран. Çапла вăл вашăкрах çĕре кĕрлесе юхса çитет. Юрк. Вашăк, наклонный. Орау. Çуна лайăх тиетĕп, тесе, мухтантăн та эсĕ, çапах та пĕр кĕтессине вашăкрах (турăн) хăпартрăн.||М. П. Петр. «Вашăк-зависимый».

вашмăк

(вашмы̆к), то же, что вашăк, пологий. В. Олг. О сохр. здор. 82. Шыва тулалла юхса тухмашкăн пĕр енелле вашмăкрах (сĕвекрех) тăвас пулать. Альш. † Урам варри вашмăк çул; ан ӳк, ачам, чипер ут. Ст. Чек. Вашмăх туран хăпарса кай. СПВВ. ПВ. Вашмăк, вашăк — отлого. Б. Олг. Ах вашмăк, конта хăпарма лайăк! Зап. ВНО. Вашмăк, отлогий. Якейк. Пĕр-пĕр япалайăн варри потăкрах, ик хĕрри çӳлĕрех полсассăн: вашмăкрах, теççĕ (напр. такана, тиркĕ, лопашка).

венчетлен

венчаться, вступать в брак. Ст. Шаймурз. Таврăнат та, пĕр пичĕ хĕвел, тепĕр пичĕ уйăх ывăл ача тăвакан хĕрпе венчетленеççĕ.

Верхун

(вэрhун), повидимому, личн. имя мужч. Нюш-к. Верхун таркăн пулнă (рослый, его преследовали). Ана чупайра пĕр матка хăй патне кӳртнĕ. Верхунран халĕ те Верхун йăхĕ пур.

вершка

(вэршка), вершок. Альш., Б. Бур. Ст. Ганьк. Пĕр чӳркӳ çурти илеççĕ виçĕ пуслăхне, ăна вершкаран-вершкаран паллă тăваççĕ.

Весник

повидимому личн. имя мужч. Тораево. Пĕр çынăн вăтăр улă полнă, тет, самай кĕçĕни Весник ятлă полнă, тет.

веç

вон. Абыз. † Тăхăр пӳрт сали веç ларат. Ib. Тăхăр пуçлин (т. е. жена девятиголового) калать: веç çав тăвайкки çине хитре палуми йăвăççи пулса тăрăп, тит. Регули 219. Веç çав корнакан (корăннă) вăрманта порнаççĕ. Вон в этом лесу, что виднеется там, они живы. Ib. 992. Веç каять. Орау. Çытармара ӳснĕрех хĕр ачасампа арçын ачасам ватăсам выртакан вут кутĕнче вылямаççĕ, веç леррех (подальше) кайса выляççĕ. Ib. Пĕре пачĕ (ударил) те, веç уткăнса карĕ („вон куда!“ — т. е. полетел к чорту). || Иногда указывает на время. Ч. С. Малтан мĕн пулассине пĕлместĕн вĕт; ĕнер веç пĕр капан ыраш çапса хутăмăр, кăна пĕлнĕ пулсан, çапас мар-мĕнччĕ.

вый-килли кĕни

обряд вхождения жениховых поезжан в выйкилли. Курм. НАК. Унтан вара вый-килли кĕме каяççĕ (вый-килли кĕни, тесе, хĕр ларнă пӳрте кĕрсе ташланнне калаççĕ). Вый-килли кĕме кайнă чухне, кĕçĕн-кĕрӳ пĕр курка сăра ăсать, мăн-кĕрӳ икĕ такмакпа кучченеç çĕклет те, икĕш малтан хĕр ларакан пӳрт алăк умне кайса тăраççĕ. Вĕсем хыççĕн вара пĕтĕм туй халăхĕ пӳртекӳне хăпарса тулать. Кĕçĕн-кĕрӳпе вый-килли хире-хирĕç алăк урлă тăраççĕ те, пĕр-пĕрне тав туса куркисене улăштарса ĕçеççĕ. Вый-килли кĕçĕн-кĕрӳрен, туй çыннисем хĕр патне кĕрсе ташламашкăн, вунă пус укçа илет. Кĕçĕн-кĕрӳ йăваш пулсассăн, парать вăл укçана: кутăн çын пулсассăн, памасăр тек чаркашша тăрать те, туй ачисем вара, вăл чаркашнă майĕпеле, вый-киллине çилентересшĕн, тӳррех çĕмерсе кĕрсе каяççĕ те, ташлах пуçлаççĕ. Çапла тӳлемесĕр кĕрсе кайнăшăн хăш кухне туй ачисемпе хĕр ялĕнчи ачасен вăрçă та тухать.

выля

(выл’а), играть. развлекаться. N. Кăмака çинче кушак вылĕ. (Ăшă). Сред. Юм. Вылчнă-çĕм, эпир çăмăр хôпăрланса килнине те сисмен. Орау. Вылямаллах çырса пăрахар-ха пĕрне. Давай напишем-ка так, играючи, одну статейку. N. Çав çурхат пек выляса кулма ирĕк пульмĕ-ши? N. Куç харши вылятчĕ. N. Выляни çитермес, тет, пӳрни çитерет, тет. Ст. Чек. † Ялти сарă хĕре эп тус турăм, ĕнтĕ вылясшăн мар, ай, илесшĕн. Я подружился с красавицей из своей деревни, — не для того, чтобы поиграть, а чтобы пожениться. Упа 705. † Мĕншĕн, ӳсес каччă пулса, савнă хĕрпе вылямас пур? Лашман. † Хам савни çывăхра пулсан, кунне çиччĕ кайса вылăттăм. N. † Эй, тантăшсем, тата пĕр-икĕ çул выляр-и? Качал. Çак Йăван инкĕшне пĕлмен, вылянă çак хĕрпе. Тайба Т. † Çырла шывĕ вăрлакан, шĕшкĕ айĕнчен тăракан, çын арăмпе вылякан питне намăс кӳрекен. Янтик. † Уччаскасем касса, уйсем турăм, теçеттине касса, çул турăм, юпах тихапа выляма. Макка 31. † Хĕвел анать выляса. В. Байгул. † Çӳлелле пăхрăм — тĕлĕнтĕм уйăхпа хĕвел вылянинчен. || О цепах во время молотьбы. Изамб. Т. Тăпаççисем ун чухне выляса-кăна пыраççĕ. || О мысли. Сир. 7. Ăс выляни (лукавые мечты) хыççăн кайса, нумайĕшĕ тăн-пуçран хавшанă. Ст. Чек. † Çак куштан хĕр хыççăн çӳре-çӳре, ăсăм выля пуçларĕ (ĕç енелле пăхас килми пулчĕ, хĕр-арăм çинчен яланах шухăшла пуçларăм). || О глазах. Пазух. Тусăм, туту кулать, куçу вылять, туррисем çыраç пуль пĕр çĕре. Альш. Çăварĕ кулат, куçĕ вылять, — епле матур хĕрсем пур! А. П. Прокоп. † Сирĕн куçăр пит вылять, кама савассине пĕлместĕр. Альш. Сиксе тухас пек тăрать выляса (большие глаза). || О воде. Н. Лебеж. † Такана çинче епле шыв вылять, ман çинчен сăмах çапла вылярĕ. || О пересудах. Собр. 400°. † Эпĕ пырас килсенче сăмах вылять, тиеççĕ. || О ветре. Тим. † Çӳлĕ тусем çинче урхамах, хӳри-çилки витĕр çил вылять. Юрк. † Пĕкки витĕр пĕлĕт вылять, çилхи витĕр çил вылять. Альш. Каша енчен çил выляканччĕ, тесе, каларăм, тесе калать, тет. || Играть (о музыкальном инструменте). Сказки и пред. чув. 76. Кунĕн-çĕрĕн выляма шăпăрĕ те парăнмасть. || Шутить. Ау 262°. † Пирĕн савни ӳпкеленĕ выляса каланă сăмахран. || Двигаться. В. Олг. N. Ура вылять. Двигается в суставе. Утар. Тĕреклĕ канатсемпе кăкарман ким хӳри шывра пĕр маях вылять. || Мерцать. Вопросы. Смолен. Çăлтăрсем пит ялтартатсан (вылясан), хĕлле сивĕ, çулла уяр пулат. Сред. Юм. Çăлтăр вылять. Звезда мигает. (Череп. мерцает). Пролей-Каша. Тул уяртса кайнă, çăлтăрсем выляса тăраççĕ. || Соirе (это значение устанавливается только из контекста; иногда здесь бывают возможны и другие истолкования). В. Олг. Пачăшкă пырчĕ мольчая и сăмовар лартрĕç. Ĕçрĕç; выляма тапратрĕç. Хĕрĕ калат: и-ох! тет, кĕçенет. Попĕ калат: тпру! тпру! тет. Чуратч. Арçӳри вăрманта пурăнать. Вăл хĕр-ачасем арçын ачасемпе вылясассăн пулнă ачаран пулат. Рак. † И, пус вылят, пус вылять, пус кутĕнче хур вылять; улмачăпар тӳшек çинче каччăпала хĕр вылять. Шишкин. † Поян çынăн ватă хĕр(ĕ)пе хам та виç хут вылярăм. Скотелеч. 28. Вылякан ĕне. || Строить козни. Ст. Чек. † Тăван, эс те инçе, эп те инçе: хушшăмăрта тăшман (ай) вылярĕ (враг устроил козни). || Избаловать. А. П. Прокоп. † Тула çинче мул вылять, çак тăвансем патĕнче кĕреке тулли чыс вылять. || Ставить на кон. Хурамал. Ну, салтак, хутаçна та вылятни? Ну, что, солдат, поставишь на карту и свой кошелек? || N. Çапла çамрăк ачасен хушшинче укçа выляма — пуçланă (они стали швырять деньгами).

вылянтар

понуд. ф. от вылян_. Сказки и пред. чув. 34. Икĕ аллин пӳрнисемпе кушак-кайăк вăййине вылянтарма тапратать. Капк. 1929, № 6. Вăрăм авăрлă пичете вылянтарать-çеç. Сказки и пред. чув. 69. Е пир тĕртме ларать те, вылянтарать ăсине. П. П. Т. Чикке çитсен, чи малтан пурте çумăнчи мĕн пур япалисене (т. е. одежду) çӳлелле (ывăтса), шăрăхра кураксем, чавкасем вылянă пек анчах вылянтараççĕ. (Сĕрен). СТИК. Купăса вылянтарат-кăна (играет хорошо). N. † Çичĕ те пиллĕк сарă курка — вылянтарăр аллăрта; çинçе пӳлĕ сара хĕр — вылянтарăр умăрта. Сред. Юм. Илсе кĕнĕ пĕр четвĕрт эрех те, ахаль вылянтарать вит! (и давай распивать!).

вылятлан

куролесить. Сред. Юм. Çын, пĕр ôхмаха ере пуçласан, çапла вылякланать вит ô.

выльăх

скотина. Альш. Выльăх куçĕ витĕр курат, теççĕ; этем куçне курăнман усалсене те курат, тет. Яргейк. Пĕр çынăн тăватă выльăх пулнă: автан, така, сысна, мăкăр. Виçĕ пус. нум. пус. мĕн. куç. 30. Турнене, выльăха çитермелли чĕкĕнтĕр, тата кишĕр выльăхăнне сĕтне лайăх антараççĕ, Сред. Юм. Эх, выльăх! Ах ты, скотина! (Врань). Хыпар № З5, 1906. 463 пин тенкĕ штрав укçи вăрттăн вăрман каснăшăн, выльăх кайнăшăн, кайăксем хыççăн çӳренĕшĕн илет. Сред. Юм. Шатра чир выльăхран вылтăха сикет (переходит от одной скотины к другой). Нюш-к. Вылăх чирĕ, мурĕ, виçĕ ураллă, пĕр куçлă, пăру майла. N. Вылăхсам пăхать. Ухаживает за скотиной (напр. кухарка).

выр

(выр), жать (хлеб). Т. VII. Пăрийĕ ĕнтĕ пулчĕ вырмалла, тет; кăсем пĕри те вырма каймаççĕ, тет. Кан. 1920, № 136. Çын ани çинчен нихăçан та вырса кĕмен (чужого не жал). Чăв. й. пур. 21°. Аллăма çурла тытса, тырă вырассăм çук, тенĕ. Шурăм-п. № 23. Кăнтăрла иртсен, пĕр авăнлăх вырса тухрăмăр. Регули 66. Ку сĕлĕ вырмалăх çок. Этот. овес не стоит жать. Сред. Юм. Вырмалларах выр. Жни так, чтобы можно было сказать, что ты жнешь (= поэнергичнее жни). || Срубать (головы). Альш. Иван тухса çапат та, срас мăй таран антарса ярат, тет. Хĕçне илет те, пуçĕсене выра-выра тăкат, тет.

вырăн

место; местность. Ст. Айб. Выртсан, ут вырăнче: ларсан, черкке вырăнче. (Алăк). Яргуньк. Тăрсан, çăмарта вырăнĕ илĕп; выртсан, лаша вырăнĕ илет (sic! Кĕвенте). Альш. † Пĕкĕ те çук, ăсĕ те çук: ăс тăмалăх вырăн çук (у невесты). Т. П. Загадки. Тĕмĕн чухлă(= чухлĕ) вăрмана шăнăçмасть, пӳрт вырăнлĕх хире шăнăçать. (Сӳре). Истор. Халăх вырăнĕ-выранĕпе (местами) анчах пурăннă. Альш. † Вырăсла хапханăн вырăнĕ аслă, вырăспалан тутарсем кĕреймес. Пирĕн аттепелен анненĕн ячĕ аслă: пули-пулми çынсем кĕреймес. Кан. 1927, № 231. Кĕт сасă-чĕве пулсанах, чупса тухать: вырăнçех-и лаша? (на месте ли дошадь?). || Усаденное место. А. Альш. Ĕлĕкхи çынсен вырăнĕсем. Юрк. Ял вĕçне вырăн илсе, çурт ларттара пуçлат (строиться). Макка 209. Ие особенно мунчара пулать, тата вырăнта та пулать; вырăнта выльăх-чĕрлĕх хупакан çĕртре пулать. Могонин. Тепри уна хирĕç каларĕ: вот мĕн вăл киремет: помещик пак урăм çĕрте, вырăнпа пурнакан усал, терĕ. || Постель. Ст. Чек. Качча каяччен, унпа пĕр вырăн çине выртса пăхрĕç те, ним те тăваймарĕç. || Место службы, служба, должность. N. Оренбургра вĕренсе тухнă тăванĕ. Я çав хуларах гражд. гимназияна вырăна кĕчĕ. Юрк. Эсĕ çеминарире-вырăнта пурăннине эпĕ халичен те илтменчĕ. Истор. Хăй çапах та пысăк вырăна ӳкесшĕн тăрăшман. Юрк. Ку çулĕ (на этот раз) тата сана мĕшĕн вырăнтан кăларса ячĕç? || Чĕр. чун. яп. й.-к. пур. 13. Ĕмĕтленмен вырăнтан (неожиданно). || Польза. Сл. Кузьм. 91. Вăрланă укçа вырăна пымасть (не идет в пользу). || Основание. Юрк. Хурласа калаçмалăх (её) вырăн çук. Ib. Пĕртте усал сăмах калама та вырăн çук (нет основания). Ib. Ватă çынна хирĕçтерес мар, ун пек ырă çынна йăпатмалăх та вырăн пур. Ib. Вĕсем тĕлĕшĕнчен кăлăхах калаçма та вырăн çук (не стоит). || Место «на том свете». Ч. С. Турă сана аван вырăн патăр анчах (гов. умершему). N. Лайăх вырăн патăр. Макка 215. Ашшĕпе-амăшĕ калаççĕ: эй турă, пирĕн ывăлăмăра лайăх вырăн тупса парчĕ! теççĕ. || Домаш. ссоры до добра не дов. Санăн ăшу-чиккӳ вăркать, чĕрӳ хăй вырăнĕнче мар. Ты тоскуешь, у тебя сердце не на месте. || Гнездо (пчел). Торх. (Курм.). Хуртсем хăйсем вырăнне тасатаççĕ ама сысма.

вырăнаç

вырнăç, поместиться, устроиться, занять место. Сĕт-к. Ку çӳпçе пирн сонаскка çине вырнаçас çок. Шурăм-п. № 1. Çавă ачасем кĕперсем айне питĕ аван вырнаçаççĕ. КС. Хусанта эсĕ мĕлле (= мĕнле) ĕçе вырăнаçрăн? Ты где устроился в Казани? Хурамал. Ну, çапла килĕшсе, салтак вырăнаçнă (устроился); уна хăйне пĕр пӳрт панă. || Быть угодным (о жертве). Ст. Чек. Силленсен вара, турра юрăхлă пулат, вырнаçат. Силленмесен вара, вырнаçмас, çĕнĕрен сапаççĕ (животное).

вырăнлă

имеющий место; кстати. Регули 1279. Ман килни те вырăнлă. Макка 11. Ваттисем каланни (= калани) вырăнлă... Т. VI. 35. Вырăнлă кĕллĕм вырăна лартăр, айван кĕллĕме хапăл илтĕр, чӳк çырлах (тесе, пусаççĕ. Учук). Альш. Ларăр, ларăр: вырăнлă пулăр (будьте при месте, т. е. садитесь). Ч. П. Вырăнлă (сăмах). Сир. 74. Ку мĕскер-ши? Мĕне вырăнлă-ши ку? (= для чего это?) тесе калама çук. Макка 218°. Вал (животное) силленсен, ăна вара калаççĕ: ку парне (жертва) вырăнлă пульчĕ, теççĕ. Хыпар № 28, 1906. Сире пурсăра та тухса çӳреме вара вырăнлă пулĕ (будет место для прогулки). || Служащий. Календ. 1903. Ялти вырăнлă çынсем пĕр кун та урă (трезвыми) çӳремеççĕ. Хыпар № 4, 1906. Вырăнлă çынсем: старастасем, куланай пухакансем, сотниксем, теçетниксем çулталăкĕпе урăла пĕлмеççĕ.

вырăнне

вместо, за, на место. О сохр. зд. Мĕн тухнă вырăнне. Вместо того, что выходит. Юрк. Эсĕ çырасси вырăнне çывăрса ларатăн, тет. Рукоп. календ. Прокоп. Пилĕк пăт чĕкĕнтĕр пĕр пăт утă вырăнне тăрать (заменяет). N. Ăна панине çухалнă вырăнне хур (считай за потерянное). N. Тырă пулман вырăнне. В возмещение неурожая. Макка 211. Унтан тата унăн тупăкне илсе тухнă вырăнне мунча чулĕ хураççĕ. Ала 92. Çакă пичĕшĕн арăмĕ, çакă тăлăхсен инкĕшĕ, амăшĕ вырăннех пулса тăнă (заменяла им мать). Ау 17. Вăл çичçĕр пăтлă арман чулне кушак вырăнне анчах хурат (считает за кошку, т. е. такая тяжесть ему нипочём).

вырăнсăр

(-зы̆р), попусту, без дела, понапрасну. Псалт. 118,78. Мăнкамăллисем намăса юлччăрах: вĕсем ман тĕлĕшĕмрен пĕр вырăнсăрах йĕркесĕрленчĕç. Хыпар № 40, 1906. Вырăнсăр никама та тимелле мар тенĕ закон (неприкосновенность личности).

вырăнсăр çинчен

понапрасну, ложно. N. Пĕр çын сутра вырăнсăр çинчен причака кĕнĕ (принял присягу).

вырăнта

вместо того, чтобы... Снохи в семье. Нимĕн чĕнес мар вырăнта (когда можно было бы помолчать), хĕр-арăм пĕр сăмаха хирĕç вуннă тавăрса калать. || На... месте. Орау. Тепри ман вырăнта пулсан (если бы был на моем месте), кашни тутарпах тăра-тăра калаçĕччĕ. Тепри пулсан тутара тĕл пулмассерен тăра-тăра калаçĕччĕ. Другой на моем месте разговаривал бы со всяким встречным и поперечным татарином. [В других лицах прибавл. афф. прит.: сан вырăнăнта (вырăнта), ун вырăнĕнче, пирĕн вырăнта, сирĕн вырăнăрта (вырăнта), вĕсен выранĕнче]. К.-Кушки. Сирĕн вырăнта пулсан, эпир унтан тахçанăх пăрахса тармалла (убежали бы, не стали бы там жить).

вырăс

(выры̆с), русский(-ая). N. Ку те мăкшă, те вырăс. Это мордовка или русская? Альш. Эпир вĕсенчен: вырас-тутар мар, чăваш чăвашах, тесе, хăюллăрах пулса, ыйтаттăмăр: ăçта каятăр эсир? тесе. Шурăм-п. № 23. Ачасем макăрсан: асту, макăр-ха, вырăса парса яратăп, тесе хăратнă. Çавăн пекех тутарсенчен те хăранă. Альш. Вăл вырăс çав! теççĕ (в числе «ваттисем калани»). Сред. Юм. Вырăс ачи, русское дитя. СТИК. Вырăс пек — чувашин, одетый более или менее по-русски, с широкой бородой и пр. Ib. Ну, епле ĕнтĕ ват вырăс пек кĕрен! (т. е. не сразу затворяешь за собой двери). Ib. Вырăс чунĕ час канмĕ („жизнь беспокойная“). См. Матер. 328. Урож. год. Вырăс хĕрĕ вăл хăех (точь-в-точь русская), пит-куç майрасен пекех. В. Олг. Ан шарла, вырăс пор. (Поговорка). Орау. Тутар майрине курмаççĕ пирĕн, вырăса кураççĕ (т. е. русских баб). Ст. Чек. Вырăс юрласан, тăман е çумăр тухат (старая примета). Собр. Вырăс кайрĕ — вырăн юлчĕ, теççĕ. (Послов.). Ib. Вырăсăн пурти ик майĕпе касат, теççĕ. (Стар. послов.). Бижбул. Вырăса ятна ан кала, тутара килне ан кăтарт, теççĕ. (Стар. послов.). Ст. Шаймурз. Вырăсна ятна ан кала, мишерне çуртна ан кăтарт. (Стар. послов.). Нюш-к. Вырăс курсан, вăрмана: кашкăр курсан, катана; упа курсан, килелле (т. е. какой-нибудь выход из положения найдется) (Стар. посл.). С. Тим. † Хĕрĕх чӳрече пĕр алăк, вырăс кĕресрен хăратăн; ватă çынна каятăп, сухалĕнчен хăратăп. Шарбаш. Лутра вырас ял касать. (Портă). Курм. Пĕр вырăсăнне йĕмне хăвап, хопартимăп. (Стар. вагадка: пошăт). Золотн. Пӳрте вăрăм вырăс кĕрет. (Солнце). К.-Кушки. Вырăс хĕрне илнĕ вăл (женился на русской). Яргуньк. Вырăс куçне шур илет. (Карнтăк шăнни). Урмай. Уйра вырăс ташлĕ. (Стар. загадка: арман). Курм. Пĕчиккиç вырăс пиччке ăсти. (Чăх çăмарта туни). Ib. Алăк виттĕр вăрăм вырăс пăхĕ. (Хĕвель). N. Камăн килте килĕш пусăккă, виç-тăват арçын, вăсенчен пĕри анчах киле йолатĕ, ыттисем ĕçлеме каяççĕ вырăса (= вырăс хушшине, в русь). || Муж русской женщины. Тип.-Сир. Килте çак майранăн вырăсĕ те пулнă. || Кличка лошади, купленной у русского. СТИК.

вырăсла апат

то же, что вырăс апачĕ. Хурамал. Вырăсла апат вăхăчĕ — хĕвел тухсассăн, пĕр виç сехет иртсен. Трхбл. Вырăсла апат — прибл. в 8—9 часов утра, т. е. когда — предполагается — завтракают русские. Изамб. Т. Хĕвел вырасла апата çитсен, пĕр вун-пилĕк çулхи хĕр апат илсе килчĕ.

Вырăстел

назв. села Вырыстайкина. б. Сенгил. у. Елаур. Вырăстел тесе, ак мĕншĕн каланă: ĕлĕк çав ял вырăнĕнче пĕр Вырăстай Сабайкин ятлă улпут пурăннă; çавăн ячĕпе ăна вырăсла «Вырыстайкино» теççĕ.

вырнаçтар

понуд. ф. от вырнаç. Орау. Пĕр (ик, тăват) арпуса вырнаçтартăмăр (съели, уплели). || Надевать. Изамб. Т. Сӳсмене (хомут) вырнаçтарсан, кутлăхне (шлею) тӳрлетеççĕ.

вырт

(вырт), дежать, ложиться; развалиться. Альш. Этемсем выртайнă ун чухне (только что улеглись). N. Выртнă, развалился напр., на кресле. Пшкрт. Пошар чоня (= чухне) перĕн пӧрт çонасран аранак выртсолччă (выртсол’чы̆, т. е. выртса йолчĕ). В пожар наша изба едва устояла. Юрк. Çын выртат: месерле, ӳпĕне, хăяккăн, пĕшкĕнсе, каçăрăлса, авăнса, хупланса, тăсăлса. Изамб. Т. Хĕнени çитмен, тата выртма (в кутузку) янă (его). Конст. чăв. Хай манăн инкесем выртса макăра пуçларĕç. Сред. Юм. Выртакан çын ори орлă каçсан, выртаканни пĕчиккĕ полать, тет. (Народн. поверье). Орау. Асаннӳ выртнă (один раз или много раз) вырăна (постель) тула кăларса пăрахăр. N. Кайса ӳкрĕ те, каçченех выртрĕ вара (до ночи лежал). N. Выртрăм-выртрăм, аран выртса кантăм. Лежал, лежал — на силу отлежался. N. Выртрĕ те, хускалмарĕ вара каçченех. Удегся, и до самой ночи не пошевельнулся. N. Выртрĕ те, ик сехет хушши выртрĕ. N. Пĕр выртсан, тахăçанчченех (очень долго) выртат вара. Ст. Шаймурз. † Çуктăр ун çумĕнче выртакан. Альш. Тимĕрçĕ хытăрах итлет те, ача сасси тĕлне сирсе пăхат, тет. Акă пĕр çамрăк ача тапалалса йĕрсе вырта парат, тет. Учите детей. Çăмăллансанах, эрнесĕр (раньше недели) ĕçе пикенес пулмасть, выртарах тăрас (полежать подольше) пулать. Пазух. Çĕвĕçĕсем çĕвĕ, ай, çĕлеççĕ, çĕввисем çине выртса макăраççĕ; çĕвĕçсем мĕншĕн макăраççĕ? — çиелти арки кĕске пулнăран. Ядр. Пăлаки хӳхре ларнă чух Ахванаç выртса макăрчĕ, Мари, тăрса, сăх-сăхрĕ. Хыпар № 8, 1906. Çав канавăн аяккисем чалăшла ӳпĕнерех выртнăран шăшисем капан енелле те каçаймаççĕ, каялла та капанран тухаймаççĕ. || Ночевать. N. Выртма яратни, килемей? Пустишь ли, бабушка, ночевать? Ала 54. Вара эпĕ вĕсем çапла чарнăран: кусем хăйсемпе пĕр(ле) выртма исе каяççĕ пуль, тесе шухăшларăм. Ib. Кунта хăш тĕлте выртма пулĕ-ши? Изамб. Т. Пирĕн те пӳрт ирккĕн те, выртсан, вырт (если хочешь, ночуй). КС. Тен хăш чухне выртмаллах та килĕп-ха. Ib. Тен, выртмалла килсе, çĕр каçа-каçах та кайăп-ха. || Лечь спать. Орау. Çĕрĕк (вечер) час выртрăн-и (лег спать)? Пĕр вун сахатра (часов в 10) выртрăм пулĕ те, час çывăрса кайимарăм (или: çывримарăм). || В перен. см. N. Анчах унăн суту-илӳ тума чĕри пĕрте выртман (не лежало). Ч. П. Юлашки яшка çиекенĕн чĕри епле выртать-ши? Сред. Юм. Ăш выртмас. Не спокойно на душе. || Лежать в постели (о больном). Б Олг. Выртмăллах выртат-и? Он совсем болен? О сохр. здор. Ку чирпе чирленĕ чух ачасем пит йывăр выртаççĕ (оспой). Орау. Выртмаллах тунă. Избили до того, что не встает, хворает. || Лежать (в географ. см.). Гаас тăвĕнчен çур-çĕр енче выртакан Ефрем тăвĕ. Янорс. Шупашкар тепĕр айăккинке шыв та вăрман анчах выртать. || В соед. с нар. ахальозн. «бездействовать». Юрк. Килтисене, ахаль выртиччен, кирпĕç тума хушат. || Соire. Орау. Эп хĕр-арăмпа выртса курман (выртса пăхман). || Чăв. й. пур. 19. Паттăрăн пуçĕ выртнă, тараканăн йĕрĕ выртнă. Храбрец сложил голову, а трус проложил след (т. е. спасся бегством; срв. русск. посл. «не красён бег, да здоров»). || В см. вспомог. гл. Ч. С. Вăл, икĕ эрне чирлесе выртсассăн, вилчĕ. Ч. С. Ни шалалла кĕреймесĕр, ни тулалла тухаймасăр чӳрече виттĕр виçĕ кунччен пăхса выртнă (заколдованный колдун). Юрк. Çула тертленсе ĕçленнине хĕлле кула-кула çисе выртат. Орау. Пӳртре шыв виçĕ кунччен кӳленсе выртрĕ (или: тăчĕ). N. Пиçсе çитнĕ вăхăтра ыраш тинĕсри хум пек хумханса выртать. Кан. 1927, № 212. Эрех савăчĕ иртнĕ хĕлччен ним ĕç тума юрăхсăр ишĕлсе выртрĕ. Яргунък. Кайсан-кайсан, тата уйĕпех çунса выртакан вут тĕмине тĕл пулчĕ (он). Собр. Мулла пынă çĕре ача каллех чул катăкĕ пулса выртнă (обратился в камень), тет. Альш. Вăрри (вор) кăпăл-капăл вилсе выртнă (умер скоропостижно) Йӳç. такăнт. 18. Пӳлĕхçи темшĕн чуна илеймерĕ çаплах. Карчăк, вăн, вилчĕ те выртрĕ (вон моя жена умерла, и конец). Хыпар № 33, 1906. Пурте (улпутсем) хресчен ĕçĕнчен мĕнле-те-пулсан пысăкрах пай çаклатас тесе сыхласа, астуса выртаççĕ. Сказки и пред. чув. 29. Хăй пĕрен вăл çырманăн пĕр енне сарăлса выртнă (раскинулось) пысăкăшĕпе (о селении). О сохр. здор. Эмел сĕрсе е ĕçсе анчах выртаççĕ.

выртма

ночная пастьба лошадей, ночное. Ч. С. Выртмара ачасем хăшĕ выляччĕç, хăшĕ-хăшĕ юрлаччĕç. Уф. Утă пĕтерсен, эпир ачасемпе, лашасене илсе, выртма каятпăр. Мижула. Пирĕн ялта халь те выртма каяççĕ. Орау. Выртмара хăшĕ умма пĕçереççĕ, хăшĕ вуттине патакпа пăтраткаласа, кулса, теприн уммине йăкăрласа тăрать. Тепри хĕрпе аçам айĕнче пĕр-пĕр чăрăш кутĕнче мăкăртатса выртать. Тата вутран катанарах яшши хĕрне хыпашлама тытăнать, курнать те, хĕрĕ: кай, чарт! (чорт) тесе, кăшкăрса выртать. Е хăшĕ, шаймăкраххи, хĕрпе яшши выртнă çĕрелле пĕр-пĕр çерем катăкне-и е пĕр-пĕр мăйракаллă-маçарлă кăк тункатине кустарса ярать. Тепĕр çĕререх вуннăн-вунпилĕкĕн йĕр-йĕрле выляççĕ: пиçиххине кăлараççĕ те, йĕрне шыраканне çурăмĕнчен тан! тутараççĕ.

выхăт

клад; место, где хранится клад. Чăв. й. пур. 36. Вăл выхăтра чăнах укçа пит нумай иккен, анчах вăл выхăт çын ыйтат, тесе кала, тенĕ. Ib. Пирĕн хирте пĕр тĕлте выхăт пур, анчах эпĕ епле илмеллине пĕлместĕп, тĕнĕ; эпĕ тĕлне хам кăтартăп, эсĕ епле илмеллине, мелне, ху туп, тенĕ. Ib. Ăна илессе ахаль илмелле мар пулĕ, унта мĕн-те-пулин кирлĕ, вăл выхăт çын ыйтат-и, выльăх ыйтат-и? Ăна Йехрим юмăç пĕлсе, каласа парĕ, тенĕ.

выхăтă

то же, что выхăт. N. Пирĕн çĕрте пĕр тĕлте пит пысăк выхăтă пур; вăл Ахтапана (в д. Кильну) кайнă çĕрте, хула-ăшĕнче; унта ĕлĕк хула пулнă...

вил

умирать; дохнуть. Чăвашсем. Чăвашсем, çын вилсен, тăвакан йăла. Чăвашсем çын вилсен: ача вилсен те, пысăк çын вилсен те, чунĕ тухсанах, часрах чĕрĕ çăмарта ывăтаççĕ, ăна хĕвел тухăçĕ енелле ывăтаççĕ. Вăл çăмартана ак мĕншĕн ывăтаççĕ: çăмартана, çĕмĕрлесрен хăраса, епле çепĕç тыткалаççĕ, çын чунĕ те çавăн пек çепĕç пурăнмалла çĕре кайтăр, теççĕ. Çав çăмарта пек числанса пурăнмалла пултăр, теççĕ. Унта(н) вара, çăмарта ывăтсан, вилнĕ çын кĕпине çурса кăлараççĕ; ăна ахаль, хывса илмеççĕ, умăнчен çурса, сăкман пек хываççĕ. Ăна: çынăн чунĕ пӳлĕнсе ан тăтăр, уçă çĕрте çӳретĕр, тесе, çапла хываççĕ. Унта(н) çынна çума шыв ăсма каяççĕ; унта виççĕн каяççĕ, пĕри малтан курка тытса пырат, тепĕри вăта çĕртен хуран тытса пырат, (тата) тепĕри кайран витре тытса пырат. Унтан вара çав курка çине те, хуран çине те, витре çине те, шыв тултарса килеççĕ. Вăл шыва хуранпа çакса ăшăтаççĕ те, вара çынна çума тытăнаççĕ. Ăна хăшĕ хăй çемйипех çăват, хăшĕ тытса çутараççĕ. Ăна çăваççĕ супăньпа, пĕри çуса тăрат, унти çынсем пурте пĕрерĕн-пĕрерĕн шыв яраççĕ; ăна, куркана тытса, тӳртĕн яраççĕ. Унтан, çуса пĕтерсен, вара тумлантарма тытăнаççĕ. Малтан тăхăнтараççĕ кĕпе-йĕм, унтан сăкман, пиçиххи çыхаççĕ, алса, калпак тăхăнтараççĕ те, вырттараççĕ вара; унтан пĕри тупăк тăват, пиллĕкĕн-улттăн алтма каяççĕ. Тупăк туса пĕтсен, ăна илсе кĕнĕ чух пӳртри çынсене пурне те тула кăлараççĕ, пӳрте пĕр çын та хăвармаççĕ. Тупăк хыççăн вара пурте кĕреççĕ. Вăл тупăка илсе кĕнĕ чух тула тухмасан, пӳрте юлакан вилет, тет, вара. Унта çынна тупăк çине вырттараççĕ; ăна вырттарнă чух, çынна тупăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе, суллаççĕ те, вырттараççĕ вара. Унтан, пупа илсе килсе, кĕл-тутараççĕ; пуп кĕл-туса кайсан, часрах вут хутаççĕ те, икерчĕ пĕçереççĕ, тата пĕр чăх пусаççĕ; унтан, икерчĕ пиçсен, хывса тăкаççĕ те, тупăк патне пырса, сасă кăлараççĕ: йĕп пек çĕр çурăлчĕ, йĕп тухрĕ, сан тĕлĕнчен кун пĕтрĕ, тесе. Çапла тусан, вара пытарма илсе каяççĕ; пытарма илсе тухиччен, кăмакара чул хĕртеççĕ, ăна вара хапхаран илсе тухсанах, çав хĕрнĕ чула вăсем хыçĕнçен ывăтаççĕ. Вăл чула: ырă усал сирĕлтĕр, кунта ан юлтăр, хăйпе пĕрлех кайтăр, тесе, ывăтаççĕ. Масар çинче, шăтăка янă чух, тупăка шăтăк тĕлне тытса, виççĕччен: ан хăра, ан хăра! тесе суллаççĕ те, вара шăтăка яраççĕ: ярсан малтан çĕр пуçланă чух хăпартса хунă тăприне: пил ту, пил ту, тесе пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра ишеççĕ. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк умне вут чĕртеççĕ, хăйсем пурте, умлă-хыçлă тăрса, шăтăк йĕри-тавра виçĕ хут çавăрăнаççĕ; çавăрăнса çитсен: эпир сана асăнах тăрар, эсĕ пире ан асăн, теççĕ те, вара, каналла пĕртте çавăрăнса пăхмасăр, утаççĕ. Унтан, киле çитсен, алăк умăнче çав пытарма пынисем пурте пичĕсене-куçĕсене çуса кĕреççĕ. Вăсем кĕнĕ тух, пӳртрисем пурте тула тухаççĕ, вара вăсем хыççăн кĕреççĕ. Унтан вара çав çĕр пуçлакана, тупăк тăвакана пĕрер тутăр параççĕ. Хĕр-арăм вилли пулсан, пурне те пĕрер тутăр параççĕ. Çапла парсан, вара икерчĕсем те, хай пуснă чăхха та хыва-хыва çиеççĕ. Çисе тăрансан вара: хуйхăр харам пултăр, тесе, тухса каяççĕ вара. Ун чух хыçалтан ăсатма тухмаççĕ вара. Унтан вара тепĕр каç: çиччĕшне тăватпăр, тесе, пĕр сурăх пусса, тата икерччĕ пĕçерсе хываççĕ. Тата та пумилкке тăвиччен, кашни эрне-каç хывса тăкаççĕ. Пумилкке тăвас уммĕн, эрне-каç, мунчна хутаççĕ те, пур ăратнесемпех мунча кĕреççĕ. Унта çав вилнĕ çынна тухса кăшкăраççĕ: мунча кĕме кил, тесе. Мунчаран ытти çынсем тухсан, пĕри кая юлат та: вилнĕ çынна мунча çапатăп, тесе, милкĕпе лапка çине çапат. Унтан: ак сан шыв, ак милкĕсем, тесе, лапка çине шывпа милкĕсем хурса хăварат. Киле таврăнсан вара, сурăх пусаççĕ, пĕр чăхă пусаççĕ те, тата икерчĕ пĕçереççĕ. Аш пиçсен, икерчĕ пиçсен вара: сан(а) юлашки эрне-каç тăватпăр, тесе, хыва-хыва çиеççĕ вара. Çапла тусан, шăмат-каç пумилкке тăваççĕ, е тунти-каç тăваççĕ. Чăвашсем тирпейсĕр вилнĕ çынна масара чиктермеççĕ; шыва кайса вилни, çакăнса, çапса пăрахни пулат-и унта, вăсене масара чиктермеççĕ, ун пеккисене масарă чиксен, çумăр та çумаст, тырă та пулмаст, теççĕ. Ăнсăртран масара чикнĕ пулсан та, ăна вăрттăн кăларттараççĕ. Пĕлтĕр кукша Кĕркурийĕ çакăнса вилнĕ, тет; ăна çемйисем, çынна систермесĕр, пупа кĕл-тутарттарнă, тет те, масарах çикнĕ, тет. Ăна вара кайран сиссе: çумăр çумаçт тесе, масартан кăларса, çӳле урăх тĕле чикнĕ, тет. Ун пеккисене чикекен вырăн урăх тĕле тунă, унта ĕнтĕ эп астăвасса пилĕк çын чикрĕç. Çав Кукша Кĕркурийĕне масартан кăларса тикме харсăр çынсене пĕр витре эрех те виçĕ тенкĕ укçа панă, тет халăхпа. Зап. ВНО. Хĕрсĕр хирте вилмен, ывалсăр вăрманта вилмен. (Послов.). Т. М. Матв. Вилнĕ, тенине: тăвар сутма кайнă, теççĕ. Вместо того, чтобы сказать: «умер», говорят: „отправился торговать солью“. N. Пĕр çын çĕрле тухнă та тула, чут хăраса вилсе кайман (чуть-чуть не умер). N. Кайран ашшĕ те вилес пулчĕ, тет. Юрк. Ашшĕ виле пуçланнине илтсен... Услыхав что умирает отец. Етрух. Чăваш вилсен, епле тирпейлесе пытарни. Чăваш вилес уммĕн хăйне кам çумаллине каласах хăварат: тупăкне кам-кам тумаллине, тата шăтăкне кам-кам чавмаллине, е малтан юратнă çынна çĕр пуçлама. Унта хай çын вилет; уна çăвакансем шыв ăсма (каяççĕ). Пĕри хуранне çĕклет, тепри витрине илет, тепри алтăрне илет; каяççĕ вара çăл вутне. Унта вара, витрипе ăсса, хуранне тултарать, тата алтăрне тултарать, вара витрипе ăсать. Пурне те тултарсан вара, çăл кутне виçĕ сĕвем çĕлем-çип (= çĕлен-çип) вĕçĕмрен чăсса (= тăсса) пăрахаççĕ; уна пăрахнă чухне калаççĕ: эй, пиллетĕр; çулĕ чипер, канăçлă пултăр; чунĕ çак çип пек тӳр çулпа канлĕ вырăна кайтăр! — Вара çав виçĕ савăчĕпе те шыв ăсса тавăрнаççĕ. Вучаххине пысăк хуран çакса, пур шыва та унта яраççĕ, ăшăтма; çăвма тытăнаççĕ. Вилĕрен кĕпине çурса хываççĕ, вара пĕри шывне ярать вилĕ çине, иккĕшĕ çăваççĕ. Çăвсан, уна таса шурă кĕпе тăхăнтараççĕ, вара тупăкне вырттараççĕ. Вара унта мĕн пур çынна 3 сĕвем çĕлем-çип параççĕ: çулĕ ăнтăр, (тесе). Вара, нумай-и, сахал-и вăхăт иртсен, чиркӳне пӳртрен илсе тухаççĕ; пӳртне пĕр çын та юлмаççĕ, пурте ăсатма кил-картине тухаççĕ. Унтан, ăсатса ярсан, каллех пурте пӳрте кĕре-кĕре тухаççĕ. Хĕр-арăм вилсен, кăмака умне хуран çаккине пыра-пыра пăхаççĕ: сулланмасть-и? Ĕлĕк, хăй пурăннă чуне, хуран çаккине, ир тăрсан та, каç пулсан та, уна тытман кун иртмен те-ха; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? Калаççĕ уна. Виле илсе тухсан, унăн чунĕ хуран çаккинчен усăнать пулать вара; вилесем уна темĕн чухлĕ йышлăн тытса тухаççĕ пулать, вара хуран çакки сулланать пулать, теççĕ. Пурте, çавна пăха-пăха тухса, килĕсене кайса пĕтеççĕ. Арçын вилсен, алăк патĕнче ярхах пулать, çав йăрхахран уснать пулать унăн чунĕ. Унтан вара çапла тата шăтăка янă чухне: ан хăра, ан хăра! теççĕ. Тăприне ярса пĕтерсен, аякка саланнине питĕ тĕплĕ пуçтараççĕ; ун тăприне лайăх пуçтармасан, хăйне пуçтарттарать, теççĕ. Вара, çапла ĕçлесе пĕтерсе, тавăрнаççĕ: калла ан çавăрăнса пăхăр, теççĕ. Калла çавăрнса пăхсан, çав çын хăй çулталăкчен вилет, теççĕ. Унтан таврăнсан, мунча кĕреççĕ. Мунчара ăш памаççĕ; çавăн ĕçне тунисем кăшĕ (= хăшĕ), астумасăр, ăшши чул çине парсан, тепри уна калать: мĕн-ма ăшши патăн? виле лери тĕнчере вĕтелеççĕ, тет, Вара вăл хăй калать: ах, астăвмарăм-çке эпĕ! Часрах пĕр курка сив шыв ăсса, алăкне чашт! сапать; вара виле вĕтеленĕ çĕртен сивĕтрĕç, тет, пулать. Çапла калаçаççĕ ваттисем. Орау. Вăсам кушака чĕррине пуçтараççи, вилнине (так!) пуçтараççи? — Ăна-кăна пăхмаççĕ, чĕррине те виллине (так!) те пуçтараççĕ. N. Ăстан вилен-ке? Макка 187. Вилнĕ çын çулĕ — нитки, бросаемые после смерти человека. Сред. Юм. Пĕрре Атăла кая парса, вилес сĕртен йолнă-ха еп (избавился от смерти); тепĕр кайсан, тôхаймастăл поль вара. Сала 71. Ача калах вилес пек макăрма пуçларĕ, тет. Зап. ВНО. Вилес карчăкпа кайăс хĕр пек (намек на сказку). Истор. Иванăн çар-пуçлăхĕ Курбский, хăй ушкăнĕпе вĕсем патне кайса, вăрçа пуçланă та, лешсем вилекеннисем вилнĕ, мĕн юлнă пеккисем вăрмана тарса пĕтнĕ. N. Вилекен хуралçă, покойный караульщик. Альш. Тата пурăнсан, старикки вилме патне çитет, тет. N. Вилме пуçтарăннă çын, умирающий. N. Вилме каян (каякан) пуйса килнĕ, пуймă каян (каякан) вилсе килнĕ, теççĕ. Юрк. Вилме-кайĕ (= вилин)! Так что же, если он умрет! Янтик. Вилнĕ çынна чĕртмелле ку! (Çĕçĕ е пуртă пит мăка пулсан çапла калаççĕ). Альш. Вилнĕ-вилмен выртат. Находится в опасном положении (больной). Ib. Вили-вилми выртат. Находится в безнадежном положении (больной). Б. Яуши. Пӳртрисем пурте вилнĕ пекех çывраççĕ, тет (спят мертвецким сном). Орау. Хĕнесе, вилнĕ пекех тунă. Хĕнесе, вилес патнех çитернĕ. Избили до полусмерти. Ядр. † Ай, çырлахах, карчăксем, шăтарас пек пăхаççĕ! — вилнĕ шапа куçĕпе вилнĕ сурăх кĕлетки. Юрк. Эсир вилнисемшĕн ан хуйхăрăр ĕнтĕ. Вы уж не горюйте об умерших. N. Кăмака çинче выртнă çĕртрех вилсе кайнă. Хăр. Пăль. 8. Вилсе порăнни-мĕн эсĕ çак таранччен? Ты что, мертвым, что-ли, был до сих пор? N. Мĕн тăвас тен ĕнтĕ, эсĕ: упăшку вилсе карĕ, ачу-пăчусем çук? — Мĕн тăвас тен, вилĕ тухнă йăлисене иртсерсен качча каймалла пулĕ, теп. Юрк. Хăйсем пурăннă-çемĕн вилеççĕ, пĕтеççĕ (= вилсе пыраççĕ). N. Эпĕ хам хĕрĕме çичĕ арçынна çитиччен патăм, анчах çиччĕшĕ те, ун патне кĕрсен, туй каçах (= каçех) виле-виле выртрĕç. Орау. Эсĕ вилним, ачу мĕн тунине курмастăн? Что ты, умер, что-ли, не видишь, что делает ребенок. Сред. Юм. Шыв хĕрĕнче пĕр-май ашкăнса çӳренĕшĕн шывва кайса вилме-чĕ кô! Актай. Хĕр ачи, çĕррине тăхăнсанах, вилсе выртрĕ, тет. Орау. Вилмесппех (так!) вилсе карĕ (умерла со словом: „вилместĕп“). Ib. Вилĕпин, вилеп, урама таттармасп (= таттармастăп). Якейк. Хытă çилейсен, ваттине те çамрăккине те: и-и, вилме маннă пуçна! теç (чтобы тебе околеть!). Ib. И, вилнĕ корак (или: сысна, или: сорăх, или: çын)! çана тăвимастăн! Слеп. Хăнча вилĕн-ши! (брань). Ib. Вăл вилсессĕн, виçĕ мăшăр çăпата çĕтесчĕ манăн, онтан йолсассăн! N. Виличченех чăваш чĕлхипе асапланчĕ. Якейк. Вилчĕ-вилçех! Все-таки выполнил желанне умереть! Сред. Юм. Вилет, 1) умирает, 2) очень страдает, 3) очень любит. Якейк. Апат çиса (ударение падает на слово „çиса“) вилмелле! (пища очень вкусна). СЧЧ. Эпĕ астăвасса тата пнрĕн пĕр ача чирлерĕ те, вилессе çитрĕ. Курм. Вилсе тохса карăн, йолашки санă çорта çути кăтартатпăр. Карине-малтине ан шокăшла. Эпир асăнар, эс ан асăн. Пиршĕн (-пирĕншĕн) торра кĕл-кĕле. Алан, улăм, эп аланма калам; аланмасăр ан порăн, чипер аланса порăн, чипер ĕçлесе порăн, çăпатуна ту. Халăхран ан уйăрăл, халăха ер. СПВВ. ПВ. Вилнĕ чунăмпа анчах кăласра лараттăм (трусил). N. Вилес пек (до упаду) кулаççĕ, ахăраççĕ, ташлаççĕ, сиккелеççĕ. Исп. Вилес пек ӳсĕрĕлеччен ĕçмерĕн-и? Кан. 1928, № 149. Карчăк хальхи вăхăтра вилес пекех (при смерти). N. Виç эрнерен мунча кĕтĕмĕр те, çан-çурăм канса вилнĕ пек пулчĕ (тело разомлело от бани). Туперккульос 33. Кун-каçа вилес пек (до изнеможения) кăçкăраççĕ. N. Урăх ачасем пухăнчĕç те, кулса вилеç (хохочут до упаду) ачаран. Юрк. Чăнласах та кунта пуринчен те кулса вилмелле-çке! Абаш. Конта ӳксе вилĕн! Здесь разобьешься (напр. на льду). В. Олг. Соташшăн вилеччĕ (вилеççĕ). Страшно хотят продать. Ч. С. Эпир аннепе макăрса вилетпĕр анчах (горько плачем). КАЯ. Акка урнă йăтă айĕнче макăрса вилет (так и плачет). Çĕнтерчĕ 33. Пирĕн вилмест. Вилмелле тăватпăр-и вара? || Потерять чувствительность. Альш. Нумай эрех ĕçекенĕн çăварĕ вилет, мĕн сыпнине сисми пулат. || Увянуть (о растениях). N. Паянхи вĕрипе çĕрĕк (вечор) сапман копăстасĕм чистах вилсе пĕтнĕ.

виле

(вил’э), мертвец, покойник. N. Виле пур çĕре ăмăрт-кăяксем пухăнĕç. Аттик. Çакланса вилнĕ виле, шăнса вилнĕ виле çакна ĕççе çисе кайтăр. (Наговор против лăп-лап). Ч. С. Сирĕн кӳршĕрен нумаях пулмаçть пĕр виле тухнă (был покойник). Сборн. по мед. Пысăк ялсенче час-часах ача ашшĕ-амăшĕсем масар çине виле хыççăн виле çĕклесе каяççĕ (уносят на кладбише покойника за покойником). Макка 188. Çурта урăх виле ан кӳрт, теççĕ (говорят при выносе покойника, ударяя гробом о дверь). Орау. Пĕр килтен кăçал виçĕ виле туххăр те, çтан пурнан? (просто жить невозможно). Чăвашсем 8. Виле тытнă. Явилась болезнь (напущенная мертвецом). Сир. 65. Виле ирсĕрĕнчен çăвăнса тасалакан каллах виле ярса тытсассăн, çăвăннинчен мĕн усси килмелле ăна?||Труп животного, падаль. А. Турх. || Альш. Виле çуралнă ачана çĕре пытарăççĕ.

вилесене хывни

приношение жертвы умершим, поминовенив их. М. П. Петр. Чăвашсем 33. Çулталăкра вилесене епле, мĕн вăхăтра хывнисем. Вилнĕ çынсене юпа уйăхĕ пĕтнĕ чух („октябрь“) кĕр-кунне: кĕр çурти, тесе хываççĕ. Ăна сăра туса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пуçса, хываççĕ. Ăна: е шăмат-каç, е тунти-каç тăваççĕ. Ăна алăк патне çурта хываççĕ; килте миçе вилĕ, çавăн чухлĕ çурта çутаççĕ. Çурта çутаççĕ те, вара пурте пыра-пыра хываççĕ. Ăна хывнă çĕре ăратнисем пурте пухăнаççĕ, ăратнисем те пĕрле тăваççĕ ăна. Ак çапла хываççĕ: эпир сире кĕр-кунне йĕркипе, сăра туса, эрех илсе, чăхă пусса, икерчĕ пĕçерсе, пăтă пĕçерсе, хыватпăр, пил тăвăр; чипер вăхăтлă килсе, вăхăтлă кайăр, вăхăтсăр ан çӳрĕр; пил тăвăр пире, хĕнне-асапне ан парăр, ак сире пĕрре татса пăрахни пĕр ут туртăми пултăр, сирĕн умра сĕт кӳл пултăр; чипер ĕçĕр, çийĕр те кайăр, тесе, хываççĕ. Пур çемйисемпех пур выльăх-чĕрлĕхпех хĕнне — асапне ан парăр, теççĕ. Тата мункун эрни хушшинче тунти кун хываççĕ. Çав куна çурта кунĕ теççĕ. Унта та çăхă пусса, икерчĕ пĕçерсе, кĕр-куннехи пекех пур ăратнисемпе пĕрле хываççĕ. Тата çимĕкре хываççĕ. Ун чухне чăхă та пусмаççĕ, пăтă та пĕçермеççĕ, сăрапа, икерчĕпе, сĕтлĕ çăмах пĕçерсе анчах хываççĕ. Хывса тăксан, тата вара масар çине сăра, икерчĕ илсе кайса хываççĕ. Тата урăх вăхăтра юмăçсем каланă тăрăх хывкалаççĕ. Килте пĕр-пĕр çемйи чирлесен, юмăç патне кайса пăхтараççĕ те, вăл: виле тытнă, тесе, епле виле те пулин каласа ярат; мĕнпе хывмаллине каласа ярат, сăра тусай (= туса-и), икерчĕ пĕçерсен, эрех илсей, мĕнпе хывма калат унта, çавăмпа хываççĕ.

вилĕ-карти

кладбище. Сятра. Ч. С. Пĕр вунă çынна пулĕ, атте вилĕ-карти çине шăтăк алтма ячĕ. Пшкрт. вил’э̆-ҕарδиы, кдадбище. СПВВ. ТА. Вилĕ-карти = масар.

вилĕм

смерть, кончина. N. Вилес вилĕм пур çĕрте те пĕрех. N. Вилĕм куçа курăнса килмес. (Из письма). Книга для чт. 9. Хăшăнне (= хăшинĕнне) çамрăкла амăшне вилĕм килсе илсе каять. Ал. цв. 6. Мĕншĕн эпĕ унта вилĕм шыраса каятăп-ха? Зачем я пойду туда искать себе смерти? Ала 18. Вăл хăй айăплă пулнă пулсассăн, турă ăна çав тĕрлĕ вилĕмсенчен хăтарас çук (её). Ой-к. Çав ăстарикăн (= старикĕн) вилес вилĕмĕ çитнĕ (пришло время умирать). Собр. Вилĕм хĕрлĕ, теççĕ. (Послов.) N. Кона вилĕм час тивес çок. До этого не скоро коснется смерть. Ч. С. Пырса кĕрекене (чужих людей): мур ертсе килет вăл, тесе, çавăнтах çапса ӳкерсе, вилĕм хакне ӳкереç. (Хĕр-сухи). Псалт. 72,4. Вĕсен вилĕмĕнче ырра вĕренмелли çук, вĕсене хĕн кăтартни нимĕне те вĕрентмест. Сред. Юм. Ĕнер она хĕнесе вилĕм хакне ӳкернĕ те (избили чуть не до смерти), паян пăртак ôраланнă та, каллах çынпа вăрçса çӳрет. Н. Седяк. Вилĕм. Çын чунĕ тухсанах, кăмака çамкинче хăрăмпа çăмартана кашни хуратса, масар енелле ак çапла каласа ывăтаççĕ: çăмарта пек выляса кай, теççĕ. Çын вилсен, кăмака сакки çине япала лартмаççĕ, çын та лармас, унта вилнĕ çыннăн чунĕ ларать, теççĕ. Пĕр-пĕр çын вилсен, унăн хурăнташĕсем, ăна пĕлекен çынсем салат илсе пыраççĕ сăра тума. Çакăнтан вара ик-виç тĕрлĕ ĕç пуçланать: хĕр-арăмсем сăра тăваççĕ, макăра-макăра кĕпе çĕлеççĕ. Арçынсем тупăк тăваççĕ, хăшĕ çыннăн ӳтне çăваççĕ. Тупăк ăшне милĕк сараççĕ, пуçĕ айне кивĕ тумтирне хураççĕ. Тупăк ăшне çын ӳтне хунă чух: акă сана шурă пӳрт, теççĕ. Унăн какăрĕ çине хĕреслетсе пурçăн хураççĕ. Пурне те хатĕрлесе пĕтерсен, батюшка хушнă тăрăх, чиркĕве илсе каяççĕ. Кĕл-туса пĕтерсен, масар çине илсе каяççĕ; унта тупăк тунă чухне тухнă турпасĕсене те илсе кайса, масар патне тăкаççĕ. Хăшĕ çĕклесе каять, хăшĕ лашапа турттарса каять. Пĕкĕ çумне сурпан çинчен çыхакан тутăра çакаççĕ. Çын ӳтне шăтăка хураччен, пĕр-икĕ пус укçа; «çĕр укçи», тесе, пăрахаççĕ. Унтан вара тăпра яра пуçлаççĕ; унăн тăприне пурте таптама тăрăшаççĕ. — Тăпру çăмăл пултăр, ыр вырăнта вырт, теççĕ. Пытарса пĕтерсен, хĕрес кутне çăкăр татса: умăнта пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Вилнĕ çынна çĕклесе кайнă наçилккесене (носилки) çавăнтах пăрахса хăвараççĕ. Пытарма кайнă çынсем таврăнсан, пĕр(и) пусма çине шыв илсе тухса ыйтать: кăçта карăр? тет. Лешсем: харам ĕçе карăмăр, теççĕ. Унтан вара пурте аллисене çăваççĕ те, тӳрех, пӳрте кĕмесĕрех, унччен хутса пултарнă мунчана каяççĕ. Çын пытарма кайнă вăхăтра киле юлнă хĕр-арăмсем, пӳрте тасатса, икерчĕ пĕçерсе, чăхă пусса, мунча хутса хураççĕ. Мунчаран таврăнсан, вилнĕ çынна хываççĕ (икерчĕ татса пăрахаççĕ); умăнта пултăр, теççĕ. Ĕçеççĕ, çиеççĕ; унтан вара пытарма пынă çынсене икшер-виçшер сĕвем çĕлен-çип параççĕ; çав çипне вĕсем пиçикки çумне çакса каяççĕ. Вилнĕ çыннăн чунне тамăк хуранĕ урлă çĕлен-çип тăрах каçараççĕ, тет. Çынсене панă çип те çавна анчах пĕлтерет. Тунă сăрине кашни эрне-каç, вилнĕ çынна хывса, асанса, ĕçеççĕ. Кашни эрне-каç çынсем икерчĕ, çурта тума ăвăс илсе, пыраççĕ. Аслă пумилккене Чăвашсем вăтăр кунтан, хĕрĕх кунтан е икĕ эрнеренех туса ирттереççĕ. Аслă пумилккеччен кашни эрне-каç, алăк патне сĕтел лартса, пĕрене çумне çуртасем çутса, чашăк çине хываççĕ. Пуш чашăка çуртасем айне, пĕрене çумне, сак çине лартаççĕ. Çав çашăк çине сĕтел çинчен пĕрер татăк, пĕрер кашăк апат яраççĕ: умăнта пултăр, теççĕ. Сăра хывма урăх савăт, чашăкпа юнашарах, лартаççĕ. Пурте хывса пĕтерсен, кăларса, урам хапхи тул енне тăкаççĕ. Тăкнă яшка-çăкăра йăтăсем çисе яраççĕ. Вилнĕ çын умне пĕр япала та юлмасть, анчах чăвашсем: вăл унăн шăршипе тăранса пурăнать, теççĕ. Тăкнă яшка-çăкăр шăрши вилнĕ çын патне çĕр витĕр каять, теççĕ.

вилле хывни

тоже, что вилесене хывни. Юрк. Акă кĕр-кунне, ваттисене вилле (siс!) хывнă вăхăтра, сана та пĕр татăк автан ашĕпе, пĕрер тăтăк икерчĕ чĕпĕтсе пăрахăпăр; çавçемпе тутă пул, тесе, çырса ярăр ăна. Азбаба. Вилле хывни анчах кирлĕ мар пулĕ.

виллĕн-чĕррĕн

ни жив, ни мертв. Сам. 59. Чухăн халăх виллĕн-чĕррĕн йăнăшнă сас хушшинче пурăнĕ пĕр мăнтăр пуçлă Каçăр Уçăп ятлă çын.

вилнĕ çын

умерший; покойник. || Вилнĕ çын, по понятиям чуваш, делается чем-то в роде злой силы, которая может поражать людей болезныо („тытма“). Юрк. „Вилнĕ çын“ хай ыйтнине пĕлсен, пурте ăна нимĕн пама хушмаççĕ. Етрух. Ĕлĕкхи вилнĕ çынсем çинчен. Ĕлĕк, çын вилсен, çăвассине хальхи пекех çăвнă, анчах тумтирне ăрасна тăхăнтарнă. Унăн пуçне çĕлĕк тăхăнтарнă, пӳне çăмран тунă сăкман тăхăнтарнă, тачка, сарлака пиçикки çыхнă. Вара унта пĕр çĕçĕ, çăпата тума шĕшлĕ, калăп панă. Асатте калачĕ: вил пытарма кайнă чухне лаша епле пырать, çавăн пек чупаççĕ питĕ хытă: усал пĕрле ларса пырать, тесе. Виле тепле тупăкран тухса ӳкместчĕ. Тата кам сăрнай калать е шăпăр каланă, у вилсен, ялтан тухиччен, тупăкĕ çине ларса, сăрнай е шăпăр каланă. N. Вилнĕ çынна асăнса çинĕ чухне ăна çитермесен, выльăхсене киле аван илсе кӳмес, теççĕ. Сказки и пред. чул. 74. Силпи ялĕ, харлатса, вилнĕ çын пек çывăрать. Сред. Юм. Вилнĕ çын алланать (говорят, когда идет дождь сквозь солнце). Юрк. Вилнĕ çын çумăр(ĕ), хĕвел витĕр çунă çумăр, час типсен, ăшă пулат. || Брань. КС. Ай, вилнĕ çын, çавна та тăваймасть (висляй)!

вилнĕ çын кĕперри

мост для покойника. См. вилĕ кĕперри. Изванк. Унтан вара çырма урлă килнĕ çын кĕперри хуса, карлăкĕсене çапăсенчен турĕç. Вăл карлăксем çине: кĕпесем, йĕмсем, сурпансем, масмаксем, тăлла-çăпатасем: ялан хура ан çӳре, шурăран-шурă тăхăнса, таса çӳре; çĕн-çынна (çĕн-çынтан?) аван тумланса тăр. Сана мĕн кирлĕ пеккине парса яратпăр; эсĕ ĕçлемесĕр пурăнман, йăвăр тăпри çăмăл пултăр, тесе, çакса ячĕç. Кĕпер айне пăхăр укçа пĕр тенкĕ (= тенке) яхăн пулĕ (пăрахаççĕ): япала илмелле пулсан, укçуна ан хĕрхен; çиес килсен, илсе çи. Тата тетен ĕлĕк ху çынтан илнĕ укçана каялла тавăрса паманнисем пулĕ, халĕ ĕнтĕ ытлашшипех паратпăр; чипер тытса усра, çити-çитми укçапала сĕнсе çӳремелле ан пултăр (теççĕ). Унтан вара илсе пынă япаласене пĕтĕмпех персе çĕмĕрчĕç. Вилнĕ çын сĕтеллипе пуканне кĕпер çине лартрĕç... Эпир мĕн пурĕ çулталăкра ик-виç хутчен вилнĕ çынсене хăватпăр, çав вăхăтсенче эсĕ çак кĕпер урлă каççа пыр (теççĕ). Срв. Золотн. 198.

вилсе пăх

употр. в случаях, подобных следующему. Капк. 1929, № 7. Эпĕр револютсирен вара пит тарăхса пурăннă, пирĕн пĕр лаша та вилсе пăхрĕ (был один случай смерти лошади).

винаххут

(винаххут), иноходец. Ст. Чек. Пшкрт. Винаххот (лошадь) — пĕре пĕр енеле пăркаланса каят, орисене шĕкĕлтетсе каят (стучит ногами), орисене олмăштарса каят.

винтталă панук

биток с винтом (см. винтта). СТИК. Шăмă панук сулмаклă, пултăр, тесе, пирĕн пануксене тăрăх виттĕр шăтарса, унта тимĕр кӳртсе лартса, куçĕ енчен тата пĕр-пĕр тимĕр винтта пăрса лартаççĕ; çавă вара винтталă панук пулат.

вип килмĕп

во век не приду? Череп. Чакăлтăмра пĕр ачанăн, ту ярăннă чух, ӳксе, пуçĕ татăлнă, тет те: вип килмĕп! вип килмĕп! тесе, йăванса анат, тĕт (годова). (Так страшала май маленького сына, чтобы он не катался с крутой горы).

вир-ял

(вирjал), верховой (чувашин). || Вир-ялсам килчĕç. Ib. Пĕр вир-яла сутса ятăм (одному...). Ч. С. Пирĕн патра пĕрре, ака пĕтсен, ыйткаласа çӳрекен ик вир-ял карччăкки килсе кĕчĕç. Коракыш. Вити, вити вир-я(л)ла, арки вĕç(ç)и хăю(л)ла. (Алă-арман). БАБ. Вир-ял = вире-ял. Макка 120°. Вăл уяса (уезд) туллиех, ула йытă пĕвĕ пек, вир-ялпала хиртипе (см. анатри) ула-чăла тултарнă. Трхбл. Эй вир-ял! Ib. Ĕçе кутăн-пуçăн (шиворот-на-выворот) тăвакана вир-ял теççĕ. А. Турх. Вир-ял — чуваши б. Козмод., Ядр. и частью Чебокс. у. См. анатри.

вире

подъем в гору. Ст. Семенк. Ивановккăна каяс тесен вирене (в гору) хăпармалла. || Край, где живут верховые чуваши? См. вĕрле. Альш. † Каймăтăм эпĕ вирене, унта суйлат, теççĕ, тӳрене. Мана суйламĕçин, суйламĕç, эпĕ çапах кайăп сӳрене (scr. çӳрене). Образцы 98. Виререн вĕрет сивĕ çил, ыраш пуçахĕсене çав тăкать. Собр. † Вире енчен çил вĕрет, ыраш шăркине çав тăкат; çичĕ ютран сăмах килет, пирĕн куççулне çав тăкат. (Хĕр-йĕрри). || По сообщ. И. С. Семенова, в Чист. к. (д. Чув. Майна) «виререн килнĕ» — пришел из какой-то части чувашского края, как будто из области верховых чуваш. Городище † Вире-ялĕнче пĕр хĕр пур, вуник вĕлле хурчĕ, пур. Вуниккĕ мар, вуннă та çук-пирĕн савни кунта çук. (Стар. песня; значения слов «вире-ялĕнче» здесь не знают).

вирĕм

(вирэ̆м), назв. чувашского народного праздника. N. Чăвашсен чăн аслă праçткĕ «вирĕм» ятлă праçник. Вăл праçнике мункунран ике-виçĕ кун маларах пуçлаççĕ. Вăл праçникĕн малтанхи кунĕнче, ирпе, иккĕн, ӳссе çитнĕ ачасем, пĕрнесем çакаççĕ те, аллисене патаксем илеççĕ, килĕрен апат-çимĕç пуçтарса çӳреççĕ. Вĕсем чӳрече патне пыраççĕ те, патаккисемпе шатăртаттарса: вирĕм! вирĕм! тесе, кăшкăраççĕ. Вара чăваш хĕр-арăмĕсем хăшĕ кĕрпе, хăшĕ какай, хăшĕ-хăшĕ çу ярса параççĕ пĕрнисем ăшне. Ун пек вĕсем ялĕпех çавăрăнаççĕ. Вĕсем урамра çӳренĕ чух çын ан пултăр; вĕсем, çынна курсан, хăвалаççĕ; хуса çитсен патаккисемпе тĕртсе яраççĕ. Кĕрписене, ашсене, çусене пуçтарса пĕтерсен, пĕçереççĕ те, пĕр пӳрте ялĕпе пуçтарăнса, çиеççĕ. Тепĕр кун юлашкисене, шаккаса çӳренĕ патакĕсене ял хыçĕнчи çырмана кайса тăкаççĕ: вирĕме паратпăр, теççĕ. Макка 222°. Вирĕм ак çак вăхăтра пулат: хăш вăхăтра Ласăр чĕрĕлнĕ теççĕ, çавăн пекех вĕсем те вирĕм тăваççĕ. Хурамана (siс!) çӳхе хăма тăваççĕ те, çатăрмине (трещотку) тăваççĕ. Унтан вара каççине (= каçхине) хулăсем илеççĕ те, кашни килĕрен çӳреççĕ. Вĕсем кам-та-пулсан йĕрĕх çук(к)и кĕрсен, ăна пĕр пысăк тиркĕпе сăра ĕçтереççĕ. Кам-та-пулсан ĕçсе пĕтерменне хулăпа хĕнеме тытăнаççĕ. Çапла вара пĕр килĕрен тухса каяççĕ, вăл çуртран пĕр япала та илсе тухмаççĕ. Унтан, тепĕр киле кĕрсен, унта çăмартасем çăмарта çукки укçа парать, тата чăкăт, куймаксем илсе тухса каяççĕ. Унăн кĕлли пĕрте çук, кĕлĕ вырăнне такмак калаççĕ. Çапла, пĕтĕм йĕрĕхлĕ çынсем патне кĕрсе çӳреççĕ. Унтан вара анкартисен хыçне каяççĕ те, пĕр тăватă татăк куймак, тăватă тĕпренчĕк тăвара (сырцы), тата пăртак çу илсе пăрахаççĕ. Унта вутă хурса, çатăрмисене пĕр çĕре пухса, çунтараççĕ. Унта варă епле кирлĕ, çапла килĕсене тавăрăнса килеççĕ. Вăл вирĕме ак мĕшĕн тăваççĕ: турă, çĕр çинеч çăмăр пар, ак çак çатăрма епле çатăртатать.— Тата тырă лайăх пултăр, тесе, вырăнĕсем çине çывăрма выртаççĕ. Çапла вирĕм пĕтĕмпех пĕтет. Ib. 194. Вара вирĕм иртерме каяççĕ. Вирĕме ак çапла иртереççĕ: иртермелли вырăнне çитеççĕ те, мĕн пур хĕскĕчисене пухса, çунтараççĕ; йăвисенпе хываççĕ, çăмартине çияççĕ. Унтан вара, пĕр çавранса пăхмасăр, килĕсене тараççĕ. Ib. Вирĕм вăл Лазаре чĕртнĕ шăмат-кун пулать. Вирĕме ăна чăвашсем акă çапла тăваççĕ. Ирхине йăвасем пĕçереççĕ, вара каçпала çамрăк ачасем пухăнаççĕ те, килĕрен килле кĕрсе, йăвасем, çăмартасем пухса çӳреççĕ. Будто вара, çавă çăмартасене парсан, вăсенчен чир каят. Унтан вара çамрăк ачасем хăйсене хулăсемпе çапа-çапа хăвараççĕ, а лешсем вара: ай турă, чир кайтăр! тĕççĕ. Унтан вара, ачасем тухса кайсан, хыçĕсенчен тухса кĕнисене силеççĕ: чир кайтăр, тесе. Вăсен ушкăнĕнче пĕри асли пулат, вăл аслине харпан (чит. хăрпан) теççĕ. Харпанĕ (чит. хăрпанĕ) вара, кашни килле кĕрсен, ак çак такмака калат: ну, хуçасем, мĕн паратăр? тет. Лешсем нимĕн те чĕнмеççĕ. Харпанĕ вара, хускатса, хайхи такмака калат: кĕрепенке çурă тапак, витре çурă кăмăс, чăкăт çурă чăкăт, çăмарта çурă çăмарта. Ăна памасан, выртатпăр та çывăраппăр, тет. Коракыш. Ĕлĕк мун-кун ыран тенĕ чухне стариксем килĕрен ĕççе çӳрепĕ. Мăн-кун эрне тенĕ чухне, ачасам вăрмантан çĕмĕрт-пилеш хулăсем касса хатĕрленĕ. Килĕрен çӳренĕ чухне, пурне те хулăпа: çир кайтăр, тесе, çаптарнă; çавна «вирĕм» тенĕ. Вирĕмре виçĕ ĕрет çӳренĕ: малтан пĕчĕкрех ачасем кĕрпе, çу, çăмарта пухса çӳренĕ, унтан пĕр пек çамрăкрах яшăсем шăпăрпа ташласа çӳренĕ, унтан ваттисем сăра ĕççе, хулăпа çаптарса çӳренĕ. Çӳресе пĕтерсен вара, пурте, шăпăрпа ташласа, çырмана çăмарта кайса ывăтнă. Унта темскер-те-пĕр каланă. Пăтă пĕçерсе, хăйсем ĕссĕн кĕл туса çинă. Изванк. Мун-кун каç (накануне пасхи), вирĕм чупнă чухне, акă çапла юрлаççĕ. В. Олг. (В страстную субботу) çамрăк ачасане хошачĕ: вирĕм косăр сер (= эсир); çатăркан (трещотку) туса парап сана, тет; хĕрлĕ холă сана валли кӳрсе хĕлле. Охотн. „Вирĕм“ и „сĕрен“ — два названия одного и того же обряда. Ч. С. Пирĕн ялсем, мун-кун эрне юлсан, вирĕм тăваççĕ. Вирĕме кăларса ярсан, ялти ват çынсем: чир-чĕре ăсатса ятăмăр ĕнтĕ, тесе, пурте пĕчĕкçĕ ĕçкĕ тăваççĕ. Сунчел. Вирĕм тăвас, совершать „вирĕм“ (исполнители этого обряда назыв. „сĕрен халăхĕ“). Яжутк. † Кăр-кăр-кăр чӳречи, Хапăс карти пакарти, вирĕм-парăм кут шăтăк.

вирĕм чопни

то же, что вирĕм косни. Ходар. Вирĕм чунни. Пирĕн ялта, кашни çул вун-ултă, вун-çичĕ çулхи ачасем, мăн-кун ыран тенĕ чух, шăмат-кун каç вирĕм чупаççĕ. Мăн-кун çитесси пĕр виç-тăват эрне юлсан, вăлсем пĕр çĕре пухăнаççĕ те, вирĕм чупма пилеш хулăсем касмашкăн вăрмана каяççĕ. Хĕр-арăмсем вăл кун вирĕм ачасем валли кукăч-çăмах туса хатĕрлесе хураççĕ; йăвасем тăваççĕ, тата çăмартасем те пĕçерсе хураççĕ. Тата çав ачасам валлиях пĕрер чĕрес сăра пылласа лартаççĕ. Пӳрте кĕнĕ чухне, вăлсем юрласа кĕреççĕ. Вăлсен юрри ак çапла. „Вирĕм, вирĕм вирила, вирила та Кирила; кĕçĕр те вирĕм тиятпăр, ыран та мăн-кун тиятпăр. Кĕçĕр йăва çиятпăр, ыран пăтă çиятпăр, виçмипе яшка çиятпăр. Тавай та пире сăрине, тавай та пире сăрине, тавай пире сахăрни, шинкă та пива нинатă. — Пӳрт алăкне уçаççĕ те, пурте харăс: вирĕм! тесе, кăшкăрса яраççĕ. Хулăсемпе выляса пĕтерсен, ялта ятлă пулса пурăнса вилнĕ çынсене хываççĕ... Ăна ак çапла хываççĕ: алăк патĕнче сак çине икĕ алтăр лартаççĕ; пĕрин çине сăра хываççĕ, теприн çине кукăль, çăмарта, йăва хываççĕ. Ялти аслă çын ячĕпе пĕрене çумне пĕр çурта лартаççĕ; тата тĕпелтен сĕтел илсе пырса лартаççĕ. Сĕтел çине вара хывма мĕн кирлĕ, çавна пурне те хураççĕ. Кил хуçи хăй пирвай хывать. Сĕтел çинчен пĕр кукăльне илет те, ак çапла каласа алтăр тĕпне хурать: хамăр ялти аслă çынсем, ак сире пĕр кукăль; тытăр уна, хусамăр пĕлнĕ пек уйăрса илĕр, тет. Унтан сĕтел çинчен хуть кукăль, хуть йăва, хуть çăмарта илет те ячĕсене каласа хывать: ак Анчăк Якур, Мĕтĕк старик, Ентĕршке старик, Мишутка пичи, Матер-Ентĕри, Исаку, Тиму(х)ха Ентĕри, Тань(к)ка, Яруша, Уртеми, Микуш, Тетер старик вăйпĕрний; Шуç, Як(к)у тата Тинехпи вахтăр, пурте ывăнта пулччăр, тет. Пĕрне-пĕрне маннă пулсан: ех! тата Утриван шушчăка, самай хаяррине, ял çинче çӳренĕскерне, манса хăварнăç! Эппин ан çилен-ха, ывăнта пултăр, тесе, пĕр татăк татса пăрахать. Эппин пире чипер усрăр, ак çак ачасем, сирĕн авалхи йăлапа усалсене пилеш хулăпе (sic!) хăваласа çӳреççĕ; вăлсене чипер ачаллă-пăчаллă, ывăллă-хĕрлĕ ту. Тата пĕр курка пыллă сăра ăсса илет те, пирвайхи ятсенех каласа хывать. Сăрине хывса пĕтерсен: ĕнтĕ чипер ĕçсе-çисе кайăр, тет. Кил хуçи çапла хăй хывса пĕтерсен, сĕтел хушшине кĕрсе ларать те: ачасем, килĕр муçăрсене таткаласа пăрахăр, тет. Ачасем те çавăн пекех пирвай апачĕпе хываççĕ, унтан сăрапа хываççĕ... Унтан тухса каяс чухне, тавай пилеш хулăсемпе пӳртри çынсене, тумтирсене, вырăнсене: усалли тар, ырри кил! тесе, хĕртеççĕ. Çапла туса пĕтерсен, вирĕм ачасене пĕрер çăмарта, виçшер йăва параççĕ те, вирĕм юррине юрласа туха каяççĕ. Хуçи вара пĕрене çамăнчи çуртана илет те, кукăлч татăкĕпе чăркаса, алтăр çине ак çапла каласа хурать: ак сире çурта, çутса кайма; ан çухат, тет. Унтан ик алтăрне ик аллине илет те, тата тепри ун хыçĕнчен пĕр курка шыв ăсса тухать те, урама юпа кутне кăларса: чипер ĕçсе-çисе кайăр, тесе, тăкать. Уна пыта çисе ярсан: вăл вилнĕ çынсене еççе парать, теççĕ. Ачасем тепĕр çын патне кĕрсе каяççĕ... Пĕр-пĕр вăлсене кĕртмесен, ăна вара тăшман туса, пӳрт кĕтессине хулă вĕçĕсем, йăвасем, çăмартасем чиксе хăвараççĕ. Çапла чиксен, вăл çын патне пур усал юлать те, вăл вара ĕмĕре те ыр курса пурăнаймаçть, теççĕ. Хăйсем кĕмелли килсене çӳресе пĕтерсен, шыв хĕрне вирĕм пăрахма каяççĕ. Ăна ак çапла пăрахаççĕ: хăйсен мĕн пур хуллине пĕр çĕре çыхаççĕ, тепĕр вунă йăва, виç çăмарта çыхаççĕ те: ялти чир-чăр, пур усал сывлăш çак хулăсемпе, йăвасемпе юхса кайчăр, тесе, çав каланисене пурне те шывпа юхтарса яраççĕ те, юрласа тавăрăнаççĕ. Чертаг. Вирĕм мăн-кон каççĕн чопнă.

вирлĕ

efficax, острый, бойкий, стремительный, крепкий, сильный, смелый, приятный, чувствительный. Употр. и в наречном см. Хăр. Паль. 31. Çăмăр, вĕтĕ етресем пек, вирлĕн анать. КАЯ. Эпĕ çак ачана чĕлхе вĕрсе тӳрлетме килнĕ; ман чĕлхе вирлĕ пултăр, чăваш чĕлхи çармăс чĕлхи пек вирлĕ пултăр. (Из наговора). Сред. Юм. Тилхепене пит вирлĕ явнă та, саççим хутланмас та. Ib. Вирлĕ утрăм. Кинул изо всей силы. Пшкрт. Вирлĕ сомак каларă мана (приятное слово). Шибач. Вирлĕ йăтать (смело). Н. Курм. Кантăра вĕçне чул çыхса утсассăн, пит вирлĕ каять. N. Куç пăсăлса ларчĕ, халь те вирлĕ пăхмалла мар. Ст. Чек. Мăшкăласа тăр-ха тата, паçăрхинчен вирлĕрех парăп (еще чувствительнее ударю). Шурам-п. № 22. Вирлĕн çупса пырать. Быстро подбегает. Альш. Тутар япали, тутар сăмахĕ пит вирлĕ (имеет ситу, влияние) чăвашра. Орау. Вирлĕ калатăн, теççĕ çынна (побеждаешь словами, прошибаешь насквозь). Ib. Лашана пушăпа хытă тиверсен: питĕ вирлĕ (чувствительно) тиврĕ, теççĕ. СПВВ. ФИ. Вирлĕ = пит хăватлă, вăйлă. Тюрл. Вирлĕ лекнĕ она (тяжело захворал). Ч. С. Ватă-вĕтĕсене ыраттармаллах çапмаççĕ, çамрăк çынсене хăш чухне темĕн тĕрлĕ вирлĕ тивертеççĕ. (Вирми). В. Олг. Вирлĕрех çап. Ударь почувствительнее. N. Он халапă вирлĕ, çитет (исполнится). Регули 1406. Утсене вирлĕрех тивер. Ib. 1407. Ку пушă вирлĕ çыпăçмала. Ib. 1408. Пăснине вирлĕрех сорса парас (о наговоре). Ходар. Тĕтĕрессе куç чĕлхине вĕрессе сĕре çынна тутармаççĕ; ăна пĕр-пĕр вирлĕ чĕлхеллĕ, сиплĕ çынна анчах тутараççĕ. N. Анаталла аннă чух аннăçем вирлĕ анатăн (скатываешься все сильнее и сильнее). Сир. 120. Вирлĕ чĕлхеллисен (остроумных) чĕлхине çĕттерет, ватă çынсене тăнран çухатать. Пшкрт. Ах, вирлĕ турăм! Ах, хорошо я сделал!

вирми

то же, что вирĕм. Шаймурз. Çутăлсан, çав ачасемех ĕлĕк хатĕрлесе хунă хуллисене илеççĕ те, пĕр кас вĕçĕнчен пуçласа, вирми хăваласа çӳреççĕ. Вирми вăл ак мĕн пулат: кашней çыннăн карташне кĕрсе: чăр вĕçтĕр! тесе, хуралтсене (= хуралтăсене) çапса çӳреççĕ.

виçеллĕ

то же, что виçелĕ. Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле пуç. 10. Эпир пурăнакан çĕр тĕрлĕ уйрăм япаласем (елементсем) пĕр-пĕринпе тĕрлĕ виçеллĕ хутшăннинчен пулнă.

виçесĕр

без меры. Якейк. † Виç кон ĕçрĕм виçесĕр, талăк ĕçрĕм татăксăр, ыр сăмахсăр каяс мар. Беседа. Анчах çынсем сăваплă пулма тăрăшма мар, виçесĕр пĕр май çылăха кĕрсе пурăнаççĕ.

виçтер

понуд, ф. от гл. виç. Лашман. † Французский тутăр виçтернĕ чух (при покупке), пуçра симĕс тутăр пулинччĕ. Карм. † Ирхи пĕр пасара тухрăр-и аршăн-аршăн пустав виçтерме?

виç

три (отдельно не ставится). См. виçĕ, виççĕ. Щ. С. Виç вунă пус, девять копеек. N. Эсĕ мана йоратнине пĕлнĕ полсан, пĕр виç сăмах поплес полатьчĕ. Б. Яныши. Çичĕ тунката хушши виçсен, виç çĕрелле каякан çĕре çитсен, мишавай пăрахрĕ те, киле карĕ. Хурамал. Унта виç çурпилĕк çерем илес тет. Юрк. Виç-тăват анасем акакан çынсем аран-аран тăранса хĕл каçаççĕ. Сред. Юм. Ыраш çĕртми тăваччин кăт (= хăш) хыт анана кайса сохалаççĕ; ôна кайран каллах çĕртме тăваççĕ, çавна: виç хут тунă, теççĕ. Шорк. Зимою, в очень холодные дни, по обеим сторонам солнца бывают два радужных столба; они, вместе с солнцем, называются «виç хĕвел, виçĕ хĕвел» (три солнца). Регули 1017. Виç ял орлă кайсан, тăваттăшне кĕр. Ib. 1016. Виç кил-карти орлă тăваттăшăнче топрăм. Артюшк. † Эпирех те асăнатпăр, ай, виç кунта, эсир пире асăнатри виç часра? Ала 98. Хайхи çын виç кĕлтерен авăн хочĕ те, саппăр, тит. Качал. † Виç лаши та ĕçкейĕн. У меня все три лошади деверевы.

виçĕ

три (употребляется только с определяемым именем). Щ. С. Виçĕ сум та аллă икĕ пус = 1 руб. (sic!). Ib. Виçĕ пус пĕр укçа (или просто: виçĕ пус) — 1 копейка. В. Олг. Виçĕ воннă, 9 копеек. Сĕт-к. Пирĕн ялăн ништа кайса та виçĕ пус окçа илмелли çок. Сред. Юм. Виçĕ çурпилĕк, земельная мера в 2160 кв. саж. N. Виçĕ черевелник, земельная мера в 1080 кв. саж. Истор. Иван княçа кĕричченех тутарсем виçĕ çĕрлĕ (натрое) уйăрăлса кайнă. Орау. Хĕлле сив чухне виçĕ хĕвел пулать. Пысăк хĕвелĕн икĕ енне юпа пек, юпа пек (заметь удвоение) тата икĕ хĕвел пулса тăраççĕ; çавна вара: паян виçĕ хĕвел, тиççĕ. Ст. Чек. Виçĕ хĕç шăлĕ. Ib. Виçĕ юплĕ йывăçа туратĕсемпе(= турачĕсемпе) урай çине тăратмалла тăваççĕ (о воробах). Виçĕ пус. нум. пус. мĕнле куç. 30. Этеме те, выльăха та тăрантаракан япала парас тĕлĕшĕнчен пĕр пек вырăнтах вăл ытти тырăсенчен виçĕ хута яхăн ытларах парать. Ib. 31. Выльăха çитерес тĕлĕшĕнчен, çак пĕр теçеттинрен пуçтарнă тырăпа çĕр-улмине танлаштарса пăхсан, акă мĕн куратпăр: пĕр теçеттинрен пуçтарнă çĕр-улмипе виçĕ хут нумайтарах сысна усраса, виçĕ хут нумайтарах ашпа çу илме пулать.

виçмине

после завтра. Курм. Вăл нумай тамасть поль, виçмине-тăватмине каять поль. У др: ыран мар пĕр куна, ырантан тепĕр кунне.

виçминесĕр

не раньше, как после-завтра. Ядр. Виçминесĕр килмеçт. Придет (или: приедет) не раньше, чем после-завтра (в др. гов. ыран мар пĕр кунасăр, ырантан тепĕр куннесĕр).

виççĕ

три. См. виç, виçĕ. К.-Кушки. Виççĕ автан авăтиччен лартăмăр. Мы сидели до третьих петухов. Янтик. Унпа çыхланманни виççĕ лайăх. Очень хорошо сделал, что с ним не связался. Панклеи. Старик! старик! кайса яр-ха каллях! (петуха к скотине); виççĕре (в третий раз) таптĕç, таптĕçех! Регули 1032. Виççĕре (tertio) аран килте тĕл полтăм. || Трехлетний возраст, trimatus. Шурăм-п. № 9. Чăваш хĕр-арăм(ĕ)сем ачасене (у др. ачисене), виççе çитсен, чĕчĕ пăрахтараççĕ. Сенг. Манăн йăмăк пĕр виççелле çитнĕччĕ пулĕ (была лет трех). Ст. Чек. Виççе тухакан, тăватта тухакан тиха, жеребенок по 3-му, по 4-му году. || Поминки в третий день. См. виççĕмĕш.

виççĕн

трое, втроем. Юрк. † Виççĕн пĕр йĕкĕте саврăмăр. Н. Т. Ч. Ватăраххисем виççĕн виçĕ чашăк какай тытаççĕ (во время моленья). N. Сире порăнма лайăх тор калатăр; иккĕн выртса, виççĕн тăма сире тора калатăр. (Пожелание новобрачным).

виçшер

по три, по три раза. Ч. П. Чăн укаран чĕнтĕр çыхаççĕ... çулне виçшер салтак пухнăран, кунне çĕршер салтак илнĕрен. N. Çав юсмана (эти юсманы), виçшерĕн пĕр çĕре хурса, вун-тăхăр мăшăр туса, чашкă çине хураççĕ.

вит

крыть, покрывать, закрывать. N. Эпĕ вара: çемьесем мана ан курччăр, тесе, часрах улăмне каялле (sic!) витрĕм (снова покрыл соломою юпа шăтăкне). N. Çине тăлăп витмелле. Нужно покрыть его тулупом. Упа 795. Вăл вара хăйĕн намăсне епле-те-пулсан витесшĕн шухăшла пуçланă (думала о том, как бы ей покрыть свой стыд). Çутталла 153. Тăррине типĕ куракпа витнĕскер, пĕр ӳпле ларнă. Ib. Çав çырма патнелле каçхине-кăна мар, ĕнтрĕк витсенех, никам та яхăнне те пымаçтьчĕç (scr. пымасрĕç). Ала 90°. Кам уна витсе усранă çанашкал сивĕре? Юрк. Витнĕ кĕрĕке (крытую шубу) курасси хĕн. СТИК. Вăталăх акăшĕ виллине (труп его) йăтса, çул хĕррине тăпрапа витсе хучĕ (покрыла землею). В. Ив. Акнă чухнехи чи йывăр ĕç вăл — вăрлăха çĕрпе епле витесси. Т. VII. Ку тутар пророкĕ, шăтăк алтса, шыв тултарчĕ, тет те, чулпа витсе хуçĕ, тет. Кан. 1927, № 220. Сăрт, шуса анса, чул сарса тунă çула (шоссе) витсе лартнă (покрыл). Пшкрт. Витсерт = витсе ларт, т. е. покрой. || Ст. Яха-к. Хаяр çил-тăвăлсенчен, тискер пăрлă çăмăрсенчен витсе сыхласа тăр.

витер

(видэр, вид’эр), понуд. ф. от вит. Толст. Ниепле те çыртса витереймерĕ (не могла прокусить). Сир. 142. Вĕсемшĕн этем касса витерейми чула касать, темĕн чухлĕ сăртсене, тусене тĕпĕ-тымаррипех йăвантарса ярать Кан. 1927, № 27. Унăн çулчи хытса çитет, хурт шăл витереймест. || В перен. см. К. С. Сăмахпа витер (прошибать словами). Чăв. й. пур. 15. Вăл пурне те вара витернĕ вет? Ведь он всем насолил. Мусир. † Çакă çыннăн сăмахĕ чĕре варне витерчĕ. Хорачка. Витерсе соялат. «Говорит понятно». Шурăм-п. № 21. Ку çынсене никам сăмаххи те витерес çук (ничем не проймешь). Сказки и пред. чув. 7. Шалт-шалт сикет, шалт тăват, сарă кин чунне витерет. N. Пирĕн кӳршĕсене хăна хурланăшăн çичĕ хут ытла хурлăх кăтартса ăшĕсене витер (пройми). N. † Шăпăр, шăпăр çăмăр çăват, чĕренче (= тĕренче) виттĕр витерчĕ: çичĕ ютăн сăмахĕсем чĕре витĕр витерчĕç. Лапка-лапка юр çăват, улăм витĕр витермерĕ: тăвансенĕн сăмахĕсем чĕре витĕр витермерĕç. (Хĕр йĕрри). Ап. 28. Вĕрентсе витернĕ. Сказки и пред. чув. 23. Вăл витерсе калаçать, темĕскер тума вĕрентет. || О воде. Цив. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, тренче витĕр витерет: çичĕ ютăн сăмахĕ чĕре варне витерет. Чув. календ. 1911. Çурла уйăхин 27-мĕш кунĕнче пулнă çăмăр çĕре пĕр вершук витерчĕ. Сл. Кузьм. 21. Ун çинчи суха кассисене нӳр витер, унти çимĕçе ăнтар. Череп. Витерсе пĕр çумăр та çуман. Сред. Юм. Шывва(= шыва) витеререх сап. Лей воду так, чтобы земля пропиталась ею. Орау. Хăнкăла çăмартине тем сĕрсен те витерме çук, тет; ăна вĕри шыв та витмеçт. тет. Пшкрт. С’омы̆р вєтрӓк видӓрчэ̆. Дождь промочил насквозь. || Сбывать (о товаре). Хурамал. Сутас суттăма витерсе сутма пар, турă; илессине юнеçтерсе илме пулин пар, турă. (Моленье). Т. VII. Ĕлĕк, çĕн çул иртсен, кив эрек сутма юраман, тет; çавăнпа çĕн çул кунĕ: эрек витерех патăр, тесе, йӳне панă, тет. Хыпар № 4, 1906. Суту-илӳ тăвакан (усламçă) юрăхсăр таварне витересшĕн çынсене темиçе тĕрлĕ сăмахпа суеçтерсе, ĕнентерсе улталать. КС. Тавар витер. || Продевать. См. витĕр. Изамб. Т. Тĕнĕлтен витерекеннине (сверху написано: тăхăнтартаканнине) кĕпчек теççĕ. Ib. Йĕп çăртинчен çип витерсе пар-ха! Продень-ка нитку. Ib. Пăркăç енчи вĕçне пăтаран витереççĕ. Ib. Тăпаç вăллинчен (см. вăлă) чĕн витерсе çыхаççĕ. К.-Кушки. Вĕрене ункăран витернĕ. Веревка продета в кольцо. Ib. Йĕм çăрхине йĕм кантăри витернĕ. Ib. Хăлхана хăлхалки (серьги) витернĕ. || О побоях. Пшкрт. видӓрзӓк с’апры̆м! Я здорово ударил!

витĕр

(видэ̆р), сквозь, насквось; через. Употребл. и как наречие. Вишн. 72. Çăмăр шывĕ, юр шывĕ çĕре аннă чухне, пĕр-пĕр витĕр каларман çĕр сийĕне(= сине), е чуллă çĕре, е çара тăмлă çĕре çитсен, чарăнать. Сред. Юм. Пĕр пилĕк çухрăма яхăн чухне çôмăр килсе пусрĕ те, иртсе каймарĕ, так çăмăр витĕрех килтĕмĕр. Янтик. † И, утар-и, утар-и, тутăр витĕр пăхар-и? Макка 53. Вăл вăрманта вăрă-хурахсем питĕ нумай пулнă, теччĕç. Витĕр тухнă тух, çыннисене вĕлерсе, лашисене вăрласа кайнă. Юрк. † Пирĕн савнă туссем мĕшĕн салху-ши? те çын витĕр сăмах илтнĕрен? Янтик. † Çакă Тимеш (Янтиковский) хĕрĕсем витĕр курнан шăрçа пек. Альш. Витĕр касса кĕрет çил. Пронизывает насквозь ветер. СПВВ. Çын ăшне кĕрсе витĕр тухасе пек калаçнă. Он говорил так, как будто. Сред. Юм. Пит вастра мар-и ô? витĕр тохса каять вит ô (ловкий человек). Ст. Ганък. † Ула лаша, сарă лаша, пасар урамĕ витĕр (через весь базар) курăнать. Б. Нигыши. Ун хыçĕнчн кăркка аçи сикнĕ-тухнă та, кашкăра витрех (= витĕрех) хăваласа кайнă. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, чӳрече витĕр витерет. N. Пире çăмăр витĕрех йĕпетрĕ (насквозь промочил). Юрк. † Сарă çарăксенĕн хупписене сарайсем (навес) витĕр ывăтрăм. Стюх. † Чĕршĕ (?) кĕлет алăкне витĕр çурса касăпăр. Сред. Юм. Чôхăн пôрнать, тессине: ôнта витĕрех кôрнать-çке вара, теççĕ. С.-Устье. Касамачĕ витĕр кĕме сакăр алăк пулнă, тет. Урмай. Тепĕртак пурăнсан, (кăмака çине акнă пăрçа) пӳрт тăрринчи улăмне те шăтарса тухрĕ, тет, те, çӳлелле витрех (= витĕрех) çитĕнсе карĕ, тет (высоко, в высь). Яргунък. Йăван ули тенĕскер, Палламанăн хуçи сенкĕ йăтса пынине курсан: чăнах чиксе пăрахмах килет ку, тесе, тӳрех капан тăрринчен çĕре сикнĕ те, киле витĕрех (не останавливаясь) тарнă. Торп-к. Ывăлĕсем çĕнĕ çĕре витрех (витĕрех) тарнă, тет. Тип-Сир. Вăрманалла витрех (витĕрех) кайнă. Удалились далеко в глубь леса (в погоне за зайцем). Т. М. Матв. Вырнă чухне пĕрер выраканпа унăн каçалăкĕ хушшинчен тухсан: алă витĕр тухрĕ, теççĕ. Алă витĕр тухсан, каçалăк выракан аллине çурлапа касать, тет; çавăнпа алă витĕр тухма хушмаççĕ. Стюх. † Кантур тӳри витĕр (чрез посредство...) çыру килет, пирĕн куç-çульсене çав тăкать. || Совсем, определенно, окончательно. Норус. † Йăлтăр курнан хĕрсеме (= хĕрсене) витрех (витĕрех) парса ятăмăр. (Туй юрри). || Ясно. О сохр. здор. 91. Тăра-киле вара куç час ывăнакан пулса, таса, витĕр курми пулать. СТИК. Витĕр таса куçлă, с чистыми, ясными глазами. Ib. Унăн куçĕ витĕр курать (видят отчетливо). Собр. Куç-пуç витĕр мар çын турра курнă, тет. (Послов.). Сред. Юм. Витĕр курăнать. 1) Очень чист, прозрачен; 2) живет бедно. Арçури. Куçĕ витĕр мар пирки, пыран лаша курмасăр, йыт вилĕмпе вилнĕ, тет. Хыпар № 16, 1906. Тĕрĕс сăмахĕсене те вăр-вар çавăрса, витĕр татса (определенно) калаймаççĕ. Трахома. Вара вăл куç умĕнчи япаласене, пӳртсене, урампа иртсе пыракан çынна та витĕр курми пулать. Ч. С. Витĕртерех пĕлесшĕн, чтобы знать точнее, наверно. С. Коçăм пит витĕрех мар та (не зорки), ойăримарăм (не различил). || О сохр. здор. 53. Тутлă тулă чустинчен тунă апатсем витĕр пĕçернĕ пулсан (пропечены), часах çĕреççĕ (перевариваются). || Бойкий, дошлый. Хыпар № 42, 1906. Витĕртерех чиновниксем. Ib. № 7, 1906. Витерех мар хресçенсем те стражниксем кирлĕ мар; вĕсемшĕн ытлашши укçа пĕтермелле мар, теççĕ. Ib. № 36, 1906. Тата витĕртерех пулмĕ-ши? || Очень. СПВВ. Витĕр чипер. Ч. П. Хăшĕ витĕр чипер, вăл пире. || Очень громко. Альш. † Вăйă иртсе пынă чух витĕр çурса калăпăр. || На далекое расстояние. Коракыш. Хăй пысăк та мар, сасси таçта витрех (= витĕрех) илтĕнет. (Парапан). || Подробно, точно. Ч. С. Çимĕк хăçан çитнине, çимĕкре мĕн тунине (что делают) чăвашсем ачи-пăчи-мĕннипе витĕр пĕлсе тăраççĕ.

виттăр

(вит’т’э̆р, в Пшкрт вєттэ̆р), то же, что витĕр. Регули 1311. Хăма виттĕр пăшалпа печĕ. Кантăк виттĕр (в окно) кортăм. Сĕт-к. † Торта толли тор лаши, торти тăрах тар йохать, çилхи виттĕр çил вĕрет. Полтава 4. Виттĕр куçпа пăхсан та, вĕçĕ-хĕрри курнас çук. Орау. Эпир ăна ырă юмаха пит виттĕр пĕлетпĕр, тулĕк питех шарламастпăр. Хыпар № 28, 1906. Тундра тесе, пысăк лачакана калаççĕ; вăл сивĕпе виттĕр шăнса ларнипе нихăçан та ирĕлсе пĕтмест. Чуралъ-к. Вĕттер витĕр, виттĕр тăрăх шерепи. (Сĕлĕ). Правописание сомнительно. Якейк. Куç ман виттĕр мар çав (плохо видят); ман куç виттĕр кормаçт; ман куç виттĕрех мар; ман куç виттĕр корать. Ib. Çак сара вăрман виттĕр уй корнать. Дик. леб 34. Вĕсен мĕлки куç-кĕçки пек таса шыв тĕпĕнчен çав тĕрлĕ витьтĕр курăнса тăнă. Юрк. Шăл виттĕр мăкăр татса калаçса, тухса та каяççĕ. Ал. цв. 27. Хĕрĕн виттĕр тас куçĕсем хуралсах каяççĕ. БАБ. Ăна эпĕ виттĕр пĕлетĕп. Собр. Вăкăрпа така виттĕр сысна йĕтĕн сĕтĕрсе тухать. (Атă çĕлени). Якейк. Пирĕн виттĕр çулла çынсам тыр вырма çӳреççĕ. Через наш двор (или: через нашу деревню) летом ездят жать. Чем люди живы. Санăн куçусем те виттĕртерех, аллусем те маннинчен çаврăнăçлăрах. Конст. чăв. Эпĕ ăна: эсĕ, Усман агай, корана лайăххăн вуласа тухрăн-а? терĕм. Вăл: вулакаланă та, виттĕрех [(до конца или внимательно) вуласа тухман, терĕ. Хурамал. Кушак тус, мана хăна-кил яратни; ямасан, пӳртӳн никĕсне, виттĕр-виттĕр (насквозь, в нескольких местах) шăтарăп, тенĕ. Якейк. Виттĕр (чипер) корнан хĕрсеме витрех парса (вар. утса) ятăмăр (т. е. отдали далеко). Календ. 1904. Сухаланă ана çинче тăпра çĕкленсе, кăпăшланса юлать; çĕкленсе выртакан тăпрана çил виттĕрех вĕрет, çапла çĕр канать, сывлăш çавăрать. Сказки и пред. чув. 105. Пире пултăрччĕ чĕлхи виттĕр касса татакан (острый), шывран вут-хĕм кăларакан. Орау. Атта сĕрмелли аван: атта виттĕрех çапать те, пӳрĕклетсе çемçетсе тăрать. Чĕмп. чăв. шк. И. Й. 11. Тутар чĕлхине виттĕртерех пĕлес тесе, вăл юри пĕр тутар патĕнче хаваттерте пурăннă. (С част. усил. «-ех» произн. витрех).

вовççĕ

вовсе, ни разу. Сред. Юм. Пĕр Хосантан таварăннăранпа вовççĕ кайса та кôрман эп ôн патне.

вула

вола (вула, вола), читать. Юрк. Пĕлме çук, вăл хута сана вулама парĕç. Возможно, что это письмо дадут прочитать тебе. ТРМ. Пурне те кĕнеке çинчĕн вуласа пĕлет. Обо всем вычитывает из книг. Регули 438. Волама вĕренин, лайăхчĕ. Хыр-к. Киле тавăрăнсассăн, аттепе аннене тĕслĕрен кĕнекесем вула-вула кăтартаттăм. Н. Карм. † Тăвансем патне çыру ятăм, икĕ аллипе тытса вулама. N. Тепĕр хут вуласа пар-ха. Прочитай-ка мне еще раз. Орау. Кĕнеке вулан та эс, ытлашши вуласах ан кай. Хотя ты и читаешь книги, но только не зачитывайся. Якейк. Тепре килитччен, ку кĕнекея (= кĕнекене) воласа тохăр. Прочтите эту книгу до следующего прихода. N. Ун çинчи çыруне те часах вуласа илтĕмĕр. Хыпар № 12, 1906. Чипер вуласа пыраттăм, вулани-пĕр (всё читаемое) кăмăла килсе пырать. Юрк. Урйх мĕн вулам (что еще я прочту)? Çак сăмахсене анчах каларăн-çке (продиктовал). Мĕн каланине эпĕ çырса пытăм; кала, эпĕ тата çырăп, тет. || Говорить, рассуждать, беседовать; бормотать, ворчать. N. Вăсем хăйсем вуласа лараççĕ: ăна ачасем ватнă пулмалла, теççĕ. СТИК. Тем вуласа ларат ĕнтĕ çав! Не знаю, что он бормочет! Утар. Вуламалли питĕ нумай та, пĕр-пĕр курсан, иксĕмĕр вулай-при-ха. Много кой о чем надо переговорить; может быть, как-нибудь и поговорим при свиданьи. N. Вуламаннинчен вулани. Лучше говорить, чем молчать!

вулт

(вулт), волт (волт), обманывать при ломании дужки. КС. Йĕтес туртсан, пĕр-пĕр япала улталаса тыттараççĕ те: йĕтессĕм! тесе, вултаççĕ. См. вăлт.

вуник

воник, двенадцать (употр. как опр.). См. вуниккĕ. N. Вуник пушăт (из 12 лык) çăпати, тăхăр пушăт çăпати. N. Вуник салтакăн пĕр качака ăсĕ, теççĕ. Тайба. Вуник урлă (с 12 откосными ремнями) кутлăх çийĕнче (на лошади).

вуникĕ

двенадцать (употр. как опр.). Алших. † Вуникĕ пус пĕр укçа, сума тăрсан, сум çитмĕ. Юрк. † Вуниĕ çĕр сум укçа туянтăм. N. Сăмаварĕ вуникĕ пуçлă çĕлен пек чашкăрса ларать. Лашм. Тĕм-тĕм хăва хыçăнче (= хыçĕнче) вуникĕ ăсан йăви пур.

вунă

вонă, десять. См. вун, вуннă; ставится только в качестве определения. N. Вунă пăт, берковец. N. Вунă пус, 1) десять копеек, 2) три коп. Вунă пин, десять тысяч. Вунă тенкĕ, десять рублей. Щ. С. Вунă пус пĕр укçа, 3 коп. серебром. N. Вунă хут виç те, пĕр хут кас, теççĕ. (Послов.). || Десятый. Регули 1024. Вонă çохрăмра хирĕç полтăмăр. Ib. 1023. Пĕр çохрăмран поçласа вонă çохрăма (çохрăм тĕлне) çитиччен номай йăвăç касса пĕтернĕ. Ib. 1021. Вона çохрăм тĕлĕнче тăр. Ib. 1021. Вонă çохрăм тĕлĕнче вăрмана касрăмăр. Ib. 1019. Вонă çохрăмран (çохрăм тĕлĕнчен) касма поçларăмăр.

вунă

пасмо, мера пряжи. СТИК. «Ман хуттăр 9 вунăран» часть хуттăр’а. N. Халь алăра çирĕм пилĕк пус укçа пур-ха; Миххи арăмне 18 вунă авăрларăм, çав укçана халĕ кӳрсе пачĕç. N. Вунă, вунă пĕрчĕ, сум, вăтăр пĕрчĕ. N. Вăтăр сум = вунă (120 пĕрчĕ)... Икĕ вунă çипрен пĕр хур пир тухать. Хур = икĕ чике. Качал. Çак ялта вунă хĕр, вуни çук, вуни çук, эп илессин вуни пур. Паас. Вунă — 1/12 пасма (сăвă).

вунăшар

по десяти. См. вуншар. Юрк. Вăрман тăррисем çинче те пĕр вунăшарăн ытла явăнса тăраççĕ (змеи).

вуннă

воннă, десять (употр. самост.). См. вун, вунă. Ала 92°. Пĕр вунна çитеччен анчах шутлама та пĕлнĕ вăл, е тата пĕр пус укçа шутне те пĕлмен вăл. Юрк. Пĕр вунă-вунпилĕк çăлтăра яхăн. Около 10 или 15 звезд. Çутталла 19. Вунна-çеç кайнă та (ему только десятый год). пĕчĕкрех çав. || Десяток. Пшкрт. виз’э̆ вонны̆ с’ы̆марда, игдăэ̆ вонны̆ с’ы̆марда’. Орау. Пирĕн кăçал вăрмана вунни-вуннипе (десятками) кайса ĕçлерĕç. || Мера пряжи в 30 ниток. Черт. Вуннă — 10 раз по 3 нитки, т. е. 30 пĕрчĕ [виçшерĕн вуннă = вуннă (т. е. вунă хут) 30 пĕрчĕ]. ЙӨН. Кĕрхи кайăк кĕрт çинче, çурхи кайăк çурт çинче, пирĕн Кулина пур пӳрттре (siс!) — шарт çапать те, сĕм тăвать, виттĕр курăнми пир тăвать, вун-пĕр вунни хăй çинче. Якейк. Воткĕ воннă пирри — воткĕ воннипа тĕртнĕ пир. (Значение вунпĕр вунни и воникĕ воннă пирри не выяснено).

вуншар

воншар, вуншер, воншер, по десяти. Ала 89. Вĕсем пĕр вуншар çула çитеччен (лет до десяти) урисене тăла та, çăпата та сырман. Регули 1037. Порне те воншер пус патăм.

вупăр

вопăр, назв. злого духа. Срв. тат. убы̆р, русск. упырь. Н. Седяк. Вупăр — вутлă усал сывлăш. Янш.-Норв. Чăвашсем тата: çынсем хушинче вупăр пурăнать, тесе ĕненеççĕ. Вупăра пуласса пĕтĕмпех сӳл ли кайнă карчăк пулать, теççĕ. Старуха, желающая стать вуцăр’ом, входила голая в баню, оставив крест наруже (тул енне хывса хăварса). Там не заранее заготовляет для нее воду, в двенадцатнведерной кадке, на которую он плюет 12 раз («сурса») и 12 раз купается в ней. Потом он велит старухе 12 раз погрузиться («кĕрсе тухма») в эту воду со словами: «Вырăс йăс туррине пăрахатăп, вĕсене пăхăнмастăп». Затем он велит ей «мунча лапки çине (выртса) çывăрма» (заснуть). Во время сна иесемучат ее, между прочим, çынна епле пусмаллине (давить) etc. Ib. Вăл (старуха, ставшая вупăр’ом), хăйне кам çилентерет, ăна часах ерсе пусма тапратать, тет. Тата вăл уйăх çуттинче хăй тарса хăтăлаймасан, уйăха çисе ярать, тет те, тĕттĕм çĕрте çичас куçран çухалать, тет. Вăл, уйăха çисе ярсан, çынна питĕ çыпăçать, тет, пĕр-те-пĕр вăл çаклансассăн, çын вара урăлаймасть, тет; ăна çаплах пусса начарлатса вĕлерет, тет. Çынна пусни ăна хăй упăшкипе пурăннă пекех туйăнать, тет. Собр. Вупăр ватă карчăках пулат, тет. Çавă ватă карчăк, вупăр пулсан, уйăха çисе ярат, тет те, вара çынна пусма каят, тет. Çав вупăр уйăха çинине çын курсан, чӳрече çине кĕл сапсанах, уйăха çиме пăрахат, тет. Вупăр çынна пуснă чухне çын чисти вилнĕ пекех пулат, тет; вăхăт çитмесĕр темĕн чухлĕ тăратсан та, тăмас, тет. Вупăр çынна пусма кайнă чухнĕ, çын çывăрсан, кушак пулса, малти чӳречерен кĕрет, тет. Пĕрре çав вупăра, çын çывăрсан, малти чӳречене уçса, сыхланă, тет. Сыхласан-сыхласан, хай вупăр, кушак пулса, пӳрте кĕрех кайрĕ, тет. Хай вупăра, кĕрсенех, чӳречене хупрĕç, тет те, хăй(хăйă) çутса, шыра пуçларĕç, тет. Çав вупăр тану (= давно) пукан пулса выртнă, тет. Пукана çапрĕç, тет те, минтер пулса выртрĕ, тет; минтере хĕнесен, калах кушак пулчĕ тет; кушака хĕнесен, ватă карчăк пулчĕ, тет; вара питне ниепле те кăтармас, тет. Ăна вара тула кăларса ярсан, хайхине — ну, йытă пĕсĕрлентере пуçларĕ, тет! Хай вупăр кушак пулчĕ, тет те, куçран прех çухалчĕ, тет. СПВВ. ИА. Вупăр пусмасăр çын иртмес, теççĕ. Питушк. Вопăр — çынна пăсакан. Тюрл. Вопăр посрĕ (кошмар). Ч. С. Виçĕм-кун каç уйăха вупăр çирĕ (было лунное затмение). Чуратч. Чăвашсем вупăра: сысна пек, теççĕ, пӳрнисем çыннăн пек. Вăл, каç пулсан, çынсем çывăрма выртсан, пĕр-пĕр çын патне пырса, унăн çине улăхса выртать. Çапла вунăр выртнине чăвашсем «вупăр пусни» теççĕ. Вупăр, пуснă чух, пӳрнисене çын çăварне чиксе ярат, вара çав çыннăн ни кăçкăрма сасси пĕтет, ни сиккеленмелле мар пулать. М. П. Петр. Вупăр — чудовище, которому приписываются враждебные действия против солнца. Изамб. Т. Çĕрле вупăр пусат. Вупăр пуссан, качи-пӳрнене сиккелеттермелле, ул вара каят. Вупăр хĕвеле, уйăха çиет, теççĕ; ун чухне сеник (= сенĕк) юппине çурмалла, вупăр вара каят. Нюш-к. Уйăх кĕш уяртса пăхнă чухнех çĕтсен, уйăха вупăр çиет пулать вара. Макка 228. Вупăр вăл ак мĕнле: унăн хулайĕ пĕтĕмпех витрех шăтăк; чăвашсем унтан пит хăраççĕ, особенно пĕчĕк(к)ĕрех ачасем; вăл вупăр тата уйăха çиме пултарать, теççĕ чăвашсем. Çав вупăр, уйăха çиме улăхнă чухне, шур пуç юççи (на лутошку) утланса: ну-ну-ну-ну-ну-ну! тесе, вăл улăхать, теççĕ; вăхăтĕнче уйăха çиять, теççĕ. Микушк. Чăвашсем, хĕлле пулсан, çĕрле нумай лараççĕ. Хĕр-арăмсем кĕнчеле авăрласа лараççĕ, арçынсем тĕрлĕ ĕç тăваççĕ: е çăпата, е çĕвĕ çĕлеççĕ. Çапла пĕр çуртра çĕрле ĕçлесе ларнă, тет, пĕр карчăк анчах çывăрат, тет. Ларсан, ларсан ку карчăк тапратрĕ, тет, мĕкĕрме. Пурте шарта сикрĕç, тет. Нумай та мĕкĕрмерĕ, тет, вăранчĕ, тет. — Ара мĕн пулчĕ сана? тесе ыйтрĕç, тет, ларакансем. — Пĕр мăнтăр, пысăк арăм, пычĕ пек, ман çия упаленсе выртрĕ пек, тесе каларĕ, тет. Пĕри вара лараканнисенчен: шăтăк шăхăрччăр, тесе каларĕ, тет. Апла каласан, вупăр тухаймаст, тет. Çавăнпа пурте шыра пуçларĕç, тет. Шырасан-шырасан, пĕри курах карĕ, тет: кăмакара, кушак пулнă, тет те, кĕтесре ларат, тет. Кушака тытрĕç, тет те, çĕçĕ илсе: пусатпăр, тесе, камне калама хушнă, тет. Кушак каламаст, тет. Вара, пусма тăрсан тин каланă, тет. Кӳршĕ арăмĕ пулчĕ, тет те: ан пусăр, тесе йăлăна пуçларĕ, тет. Вара вăл арăма шăрса ярассен хĕнерĕç, тет. Темĕн чухлĕ укçа илчĕç, тет. Çавăнтан кайран, тин пăрахрĕ, тет, кӳршĕ арăмĕ вупăр пулса çӳреме (siс!). Чертаг. Вупăр çынă (о деревьях; иначе: паталлă) — поврежденное дерево. Антик. Вупăр çинĕ. (Так говорят, если на тесте в продолжение ночи остаются какие-нибудь следы). Юç. такăнт. 10. Чарăн çак мăкăртатма. Мĕн, вупăр пек, пĕрмай янаххуна вылятан? (т. е. бормочешь). См. Рекеев II, 4.

вупăрлă карчăк

колдунья. СТИК. Пĕр арăма темле, те хăнана çав, вупăрлă карчăк хăваланă. Ку арăм пĕччен-кăна уранапа лашине тилкепепе хăваласа, çаврăна-çаврăна пăхса пырат, тет те, юрлат: чуп, чуп, лашам, чуп, лашам, часрах киле çит, лашам! Вупăрла карчăкĕ кантăр тылли çине утланса, сиктерсе хăваласа пырат, тет, çах арăма. Хăй çапла каласа пырат, тет: сик-сик, тыллăм, сик, тыллăм! сикетĕп те çитетĕп, çак арăм пуçне çиетĕп. Собр. Вупăрлă карчăкăн кăвапинчен туртатăп. (Çăм арлани).

вупкăн

вопкăн (вупкы̆н, вопкы̆н), назв. божества (7 разр.). М. Васильев. Аслă вупкăн выльăхсене пăхса тăнă. Хорачка. Вопкăн (чит. вофкăн) пĕтерчи-мĕн (çисе кари-мĕн) санăньня (= санăнне)? теччĕ, çиленсен. Чертаг. Вопкăн пак пĕтерсе порнан! (Брань). Алик. † Ах вупкăн еркĕнĕ! Хăйне çакма саппан çук, пире саппан парса ячĕ! (Свад. п. ). Б. Хирлепы. † И, вупкăн еркĕн хĕр! Хăйне тăхăнма çĕрĕ çук, мана çĕрĕ парса ячĕ! Аттик. Çĕнĕ Макçăм халăхран юлат (в конце моленья), тата унпа пĕрле пĕр пилĕк-улт ватăрах çынсем юлаççĕ. Вĕсĕм хай (т. е. тех) виçĕ сурăха пусса, пĕçерсе, чӳклесе çиеççĕ. Ăна епле чӳкленине, мĕншĕн чӳкленине пĕлместĕп; анчах ватă çынсенчен: вупкăна параççĕ, тенине илтнĕччĕ. В. Олг. Вопкăн ерсессĕн, поян çын начарланат. Ст. Чек. Вупкăн — страшилище? Г. Т. Тимоф. «Масар вупкăнĕ» упоминается при обряде „пăсташ тасатни“. || Назв. печенья? Цив. Çын чирлесен, вупкăнсем туса тăкни... Мăлтан вĕтĕ салма пек вупкăнсем тăваççĕ... || Обжора. СПВВ. ГЕ. Вупкăн тесе, çăккăр та нуммай çиекен, шыв та нумай ĕçекен çынна калаççĕ. || Назв. болезни. Моркар. Вар ыратсан: вопкăн полна, вопкăнтан вĕрсе памалла, теççĕ. || Назв. прожорливого сказочного существа (горе-злосчастие). Б. Олг. Вопкăн — обжора. О нем легенда: он живет у человека и разоряет его. Пшкрт. Вопкы̆н-Ҕап хыбады̆н! (жрешь). Питушк. Вопкăн пак çиять (обжора). Ст. Чек. Вупкăн куçлă çын — çыннăнне ăмсанакан çын. || Прожорливый. Сир. 142. Вĕсем тĕлне тискер (в рукописи — вупкăн) вĕçен-кайăк пĕлмест. || Брань. Питушк. Вопкăн! Хопларăн, пĕтермĕш! («брань, а не существо»). N. Эй вупкăн путене! пуçсăр (= кутăн, куштан, нахальный) ача тунăшăн пуçна çапса пăрахăп! Алик. † Ах вупкăн еркĕнĕ! (проклятущая любовница)! Хăйне çакма саппан çук, пире саппан парса ячĕ! В. Хирлепы. † И, вупкăн еркĕн хĕр! Хăйне тăхăнма çĕрĕ çук, мана çĕрĕ парса яр! См. Золотн. 27, Магн. М. 134, 247.

вупкăн-курăкĕ

, вупкăн-корăк, вупкăн-корĕк, назв. раст. Knantia arvensis, земляные орешки. Хурамал. Н. Седяк. Вупкăн-курăк; тымарĕ ку курăкăн мăйăр пекех (йĕке пек). Якейк. Вопкăн-корĕк (или: тыр вăрлакан корăк). Çак корăк пырая (= пурана) кĕрсен, тыррăн пĕр перекеч те çок.

вуслан

шершень, назв. насекомого. В. Олг. Вуслан (сарă) ачая вĕлерет. Ib. Вуслан — пысăк, юине туат çапланĕ, хот пак; сăпса, вуслан пĕр манерлă (= манерлĕ). Вуслан сăхсан, çын вилме полтарат. Сăпса сăхсан, хăпарса ларат. Хора вуслан сăхат.

вут

вот (вут, вот), огонь. Альш. Вутпа ан выля: шăракан пулат, тет, теççĕ. Ib. Вут хыпнă пек васкаса (как будто на пожар). Ib. Вут çине сурсан, тути çине кĕсен тухат, тет, теççĕ. Ала 90. Çакă икĕ тăлăха вара вута прахса ĕнтнĕ пек хĕрте пуçланă (жарили как в огне, т. е. жестоко били). Орау. Яшки пĕçерет, вут çинче пиçнĕ пулмалла! (Шутка). Ст. Шаймурз. Вут çине сурсан, тути-çăварне кĕсен тухат, тет. Шел. 23. Хуласене, ялсене вутпа персе пĕтерçĕç. Орау. Авăн ăшне вут чĕртĕпĕр. Разведем в овине огонь. (Из мол. «чӳклеме пăтти»). Сиктер. Вара хуçи, карташ варрине пĕчикçеççĕ вут вырăнĕ туса, вут чĕртет. N. † Пирĕн инке чун пекех, çумне выртсан, вут пекех. Сĕт-к. † Çил-ту çинче çил-армань, çилсĕр-мĕнсĕр авăрать; пирн ăшчикре вот çонать, çолăм тохни корăнмаст. N. † Шăпăр-шăпăр çăмăр çăвать, чӳрече витер витерет; манăн ăшра вут çунать, çулăм тухмас, çын курмас. Янтик. † Манăн ăшра вутсем çунаççĕ, çулăм тухни курăнмасть. Хыпар № 18, 1907. Хветĕр тете калашне, хăвăршăн вут, çыншăн мар. Алик. † Ай акисам, акисам! пире хавас ан тăвăр, пирĕн пуç çинчи вут çунать. (Солд. п. ). Янорс. Пушарĕ, халăх пӳртĕнтчен тухнăскер, килкарти алăкне ватман пулсан, хуçисем пурнакан пӳртне вут илетчĕ (охватил бы огонь). Образцы 68. Саманасем йывăр, хуйхăм каймаст, вут пекех чĕлхе сăмах калаймасть. Ала 14°. Эпĕ акă мĕн туса пурăнатăп: манăн ĕçĕм çавă-çавă патша çĕрĕнче вутсăр усратăп, тет (не даю им огня, а они от того страдают). Полтава 51. Вут пек чунна вырăнсăр хĕм пек вĕри шухăшпа хĕрхенмесĕр хумхатан. Çутталла 117. Çĕр çинче çил, вут хăватлă, теççĕ. Кан. 1927, № 234. Çĕре пытарас вырăнне вутта пăрахса çунтарни. О заступл. 14. Вăл çĕлен пек авкаланса вутра çуннă. Тимер. Темĕн чухлĕ улпут çурчĕ вута каять (т. е. сгорает). Ала 26. Иван аллинчи çурта тата ахалех, вутсăр-мĕнсĕрех, çутăлчĕ, тет. Якейк. Кăмакара вот пăтрат-ха. Помешай-ка в печке. Ст. Чек. Вут шăхăрсан, хăна килет. Г. Т. Тимоф. Пурте килĕсенче вуттисене сӳнтереççĕ, тет. || Искра. Кр. Чет. † Пирн та (так!) лаши таканлă, посмассеренех вот тохать; çутти йолать çол çине. Изамб. Т. Куçăран (-куçран) вут тухăрĕ (искры). Юрк. Кам арки çине вут ӳкет, ун арки çунат. Кого постигает нужда, тот и страдает. (Послов.). Ч. С. Куçсенчен пĕтĕмпе вут тухса вайрĕ. Из глаз посыпались искры. Сказки и пред. чув. 84. Ун çилĕлĕ куçĕнчен йăлтăр-ялтăр вут кайрĕ. Тим-к. Лутра вырăс кантăк касать. (Вут ӳксе шăтарни). N. Кăмакаран вутă (= вут) сиксе ӳксен, усал çын килет, теççĕ. Если из печки выскочит искра, то, говорят, придет дурной человек. Изамб. Т. Вут сиккипе карĕ (помчался вскачь). || Пожар. Ч. С. Эпĕ те вара вут кутне витре йăтса чупрăм (на пожар). Ib. Вут чĕлхи пĕлекси çын, знающий наговор против пожара. Ст. Айб. Мана шыраса тупрĕç те, вут сӳнтерекен пичĕке ăшне (в пожарную бочку) карĕс-чикрĕç. (Мунчара пулнă вăсем). N. Инçетре вот тохнă (зарево). Сюгал-Яуш. Çав вута чĕлхесĕр (немой) ача кăларнă, çăмарта пĕçерме тапратса. Изамб. Т. Камран вут пуçланнă? С кого начался пожар? Ч. С. Вут кам çуртĕнчен тухнă? У кого начался пожар? Т. М. Матв. Вут куçне шыв! (Вут тухсан, калаççĕ). Ib. Вут тухсан: вут çурта ан хыптăр, тесе, кăмакана хутса яраççĕ. (Поверье). Альш. † Пăванăн хулине вутсем хыпнă, епле пырса кĕрĕ-ши çамрăк пуç? (Солд. п. ). Вомбу-к. Вот сӳнсен, шу нумай. (Послов. ). Юрк. Вучĕ малтан кам çуртĕнчен мĕншĕн тухнипе пĕлсен, ваттисем: вăйран вăкăр тухат, тесе, ахаль каламан иккен тесе, шарт тĕлĕнеççĕ. N. Кӳрше темĕскер пулчĕ: урам тăрăх вут çапнă пек вĕçтерчĕ (помчался прямо и стремительно). Орау. Ачасем Хир-пуçĕнче вут кăларнă (сделали пожар). Ст. Чек. Кĕлетрен вут тухрĕ, теççĕ, кĕлетрен пусан; хыçалтан тухрĕ теççĕ, хыçалтан тухсан. Хурамал. Тĕлĕккре (так!) вут курсан, уяр пулать, тет. Если во сне увидишь пожар, то, говорят, к ясной погоде. || Живой огонь. Чăвашсем 36. Тата çĕр витĕр калараççĕ. Çыран хĕррине, меллĕрех çĕре, çĕре витĕрех алтса тухаççĕ те, ун витĕр тухмалла тăваççĕ; унтан вара ялти вута пурийĕн те шыва сапса сӳнтереççĕ те, çав витĕр тухмалла шăтăк патне йываç алсе пырса, икĕ йывăççа пĕр çĕре сăтăрса, вут кăлараççĕ, ăна вара çав витĕр тухмалли шăтăк çине хураççĕ... Вара этемсем харпар хăй патне çав çĕнĕрен кăларнă вута илсе каяççĕ. || Божество. Хурамал. Вута хĕлле чӳклеççĕ. Ăна та çаплах нимĕр пĕçереççĕ, пашалу пĕçереççĕ. Ăна кăмакумне (= кăмака умне) лартса чӳклеççĕ. Вут пĕрер япалана сиян (= сиен) ан тутăр, ан çунтартăр, тесе, тăваççĕ. N. Тата пĕчĕкçĕ чӳк, вутшăн чӳклекен чӳк ак çапла. Род. п. этого сл. в разных диалектах — вутăни вуттăн, дат. и вин. вутаи вутта. Об огне. см. также у Н. В. Никольского, в «Кратком курсе по этн. чув.», 117 сл.

вут кайăкĕ

вут-кайăк, назв. мнимой птицы. А. Турх. Вут кайăкĕ — аист? Нюш-к. Вут-кайăк тăмана тĕслĕ, шанкăрчран пысăкрах. Вут-кайăк ăçта пурăннине никам та пĕлни çук. Яла-мĕне вут тухас умĕн анчах пырать. Кăçал мун-кунта Çĕн-Пуянкассинче вут тухрĕ. Вут тухаччен пĕр ик-виç эрне малтан çунас килсем çинче вут-кайăксем вĕççе çӳрерĕç. Пирĕн кӳрĕш матки: çав кайăксем яла килсен, аван мар, текен уна; у кайăк инкеке сисет, теççĕ, терĕ. (Мана куна Пуянкассисем каларĕ).

вут-кăвар

огонь, пожар (вообще). ЧС. Пирĕн ялсем кашни çулах, таврари ялсенче выльăх мурĕ пулсан, е çын мурĕ пулсан, е вут-кăвар тухсассăн, е тата ытти тĕрлĕ чир пулсан, хĕр-аки тăваççĕ. Чт. по пчел. № 17. Хурт усрани вут-кăвартан хăрушă, тесе... Якейк. Уяр çанталăкра вот-кăвар тĕлĕшĕнчен шанчăклă мар. Ч. С. Эпĕ пĕçĕккĕ чухне вут-кăвартан пит хăраттăм: пĕр-пĕр ял çуннине курсассăн, хăранипе чĕтресе, сиксе ӳкеттĕм. Пир. Ял. 1928, № 51. Саман кирпĕчĕ туса, вут-кăвара парăнман (огнеупорное) çурт-йĕр тăваççĕ. Срв. Михайл. † Вут кăварĕ пичи пурччĕ, пĕр пĕчĕк пӳме нумай пçерттĕр, пçерттĕр, пçерттĕр — çитеримар.

вутăш

вотăш, назв. водяного духа. Название злого духа. См. Магн. М. 54, 55, 56. N. Один чувашин из Кушкăпоймал «вутăш хĕрĕ» и женился на ней. От них пошли вутăш йăхĕ (племя). N. Шывра, тарăн çĕрте, кирек ăçта та вутăшсăр пулмас, тет. Вăл вутăш чисти çын пекех, тет, антах ӳчĕ кăвак, тет, вăрăм çӳ(ç)лĕ тет; вăл вара шăрăх вăхăтра, хĕвел ăшшине тухса, пуçне тураса ларат, тет; хăш чухне хĕвел ăшшине тухса çывăрат та, тет. Çав çывăрнă вăхăтра, вăрттăн пырса, часрах хĕрес тăхăнтарсан, вăл вара шыва ниепле те кĕреймес, тет. Вара çынна пит йăлăнат, тет; мĕн çухлĕ укçа ыйтнă, ун чухлĕ укçа парат, тет. Вутăшăн ун укçа пит нумай, тет. Чуратч. Шывра тата çăлта чăвашсем: вутăш пурăнат, теççĕ. Вутăш çиленнĕ çынна час-часах ӳслĕк ярать. Çав ӳслĕкрен хăтăлас тесе, шыва вăсене, е çăла, çăкăр татăкки, çăмарта пăрахаççĕ. Пролей-Каша. Вотăш — дух, летавший к вдове и принимавший вид ее мужа (у др. вĕри-çĕлен). П. П. Т. Пирĕн патăрта чăвашсем, пĕр-пĕр çын вутăш пек пит алхасса пурăнсан, кĕлле каймасăр, турра пăхăнмасăр, тухатмăш туса пурăнсан, хупахра ĕççе шăнса вилсен, çав çынна масар çинче вырăн, ĕçме-çиме те памаççĕ, теççĕ. N. Вуташ — усал, кăтаклать çынна. Ч. С. (Янш.-Норв.). Чăвашсем çăл куçĕсенче, тата пысăк пĕвесенче вутăш пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çăл куçĕсенчи вутăш питĕ пĕчĕкçĕ, тет; вăл тин çуралнă ача пек анчах, тет. Çăл куçĕнче пурăнакан вутăш çынсемшĕн питĕ усăллă, тет. Çынна вăл хăй пĕр сиен те тумас, тет. Пур çĕр айĕнчи пакраса тухакан çăл та çав пĕчĕкçĕ вутăшсем тапса кăларнипе тухать, теççĕ. Анчах çăл куçĕнчен шыв ăснă чухне-и, унта ĕçнĕ чухне-и: пĕсмĕлле, çырлах, тесе, ĕçмелле, тет. Çавна асăнса ĕçмесессĕн, вăл питĕ хурланать, тет. Аптăран(ă) енне вара: кăсене çавăн чухлĕ ырăлăх кăтартнăçăм мана мăшкăласа пурăнаççĕ; акă эпĕ вĕсене малашне сивĕ шывсем кăларса парам-ха, çырма шывĕпе антăхса пурăнчăр вĕсем; тата пырĕсене шыçтарса ярам та, ахлатса ӳсĕрсе çӳреччĕр вĕсем, тесе калать, тет. Çавăнпа чăвашсенчен е пырĕсем шыççан, е уярсенче çăлсем типе пуçласан: путех вутăшсене кам-та-пулин çилентернĕ пулĕ, тесе, кашни çăлсем куçне, хăшĕ йăва кайса пăрахаççĕ, хăшĕ нимĕрпе икерчĕ таткаласа пăрахаççĕ, тата хăшĕ-хăшĕ чĕрĕ çăмарта кайса яраççĕ; ăна вĕсем: шывĕ чĕрĕ çăмарта пек свеши пултăр, тесе, пăрахаççĕ. Ib. Пысăк пĕвесĕнче пурăнакан вутăш çын пекех çемепеле пурăнать, теççĕ. Ачапăр, çукки çак çутă çанталăкра пурăнакан е ачасене е ваттисене, шыв хĕрне пырсан, шыв ăшне сĕтĕрсе кĕрсе каять те, çавсене лаша вырăнне туса çӳреççĕ, тесе, ĕненеççĕ. Çавăнпа вĕсем: пур шыва кайса вилнĕ çын та вутăшсемпе пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Вăл вутăшсем хăйсем çын манерлех, теççĕ: тĕсĕсем хуп-хура та, хăйсем çаппа-çарамасах пурăнать, тесе, ĕненеççĕ. Çав вутăшсем питĕ нумай пулĕччĕç, тет те, анчах вĕсене, ирхине ирех хĕвел тухнă чухне, шыв хĕрне тухса выртсан, кашкăрсем нумайăшне çиеççĕ, тет. Çав çинĕ чухнĕ, вăл шăмми-шаккине çисе ярачченех кăшкăрат, тет. Чăвашсем: вутăша кашкăр çинине тата унăн тĕсне çула питĕ ăшă чухне ирхине самый хĕвел тухнă вăхăтра куратпăр, тĕççĕ. Етрух. Шыв хĕрне анса, çав ватă çынсемех чӳклеççĕ. Малтанхи сăмах: вутăш, çырлах! вутăш çырлах! теççĕ. Картусне, е шлепкине хул-айне хĕстерет, ачасене пурне те шывалла пăхса пуççаптарать... Çисе пĕтерсен, кайран çав ватă çынни калать: çырлах, вутăш! çырлах, вутăш! тет. Унтан арсем те çавăн пекех: вутăш, çырлах! вутăш, çырлах! тесе кăçкăраççĕ. Вара çав ватти калать: ĕнтĕ, ачасем, шывпа выльăр шыв хĕрĕнче, вара çăмăр лайăх пулат, тет. (Çерçи чӳкĕ). Милькович. 22. Водыш, пребывая в водах, к употреблению делает оные здоровыми. Макка 228°. Вутăш вăл особенно хирти пысăк пусăсенче пурăнат, теççĕ, пысăк шывсенче. Вăл хăй юратнă çын умне анчах тухса çӳрет, теççĕ; вăл тухсан, хĕр пулса çӳрет, теççĕ. И. Седяк. Вутăш = усал сывлăш, вупăртан кĕçĕнни. М. Çав старик вутăш пулнă, тет. Проп. о блудном сыне. Кĕçĕнни çемçе кăмăллă, çăмăл, вутăш пек чĕрĕ çын пулнă. Ст. Шаймурз. Хĕр-арăм патша калат: тархасшăн мана виçĕ пĕрчĕ сухала пар, тет. Вутăш калат: манăн сухал ыратат, тет. Орау. Вутăш пек (бойкий) ача пĕтĕмпех имшерленсе карĕ. Толст. Çынпа шыври (вутăш). Мусир. Вутăш — божество (злое, в воде). Н. Лебеж. † Путĕр-путĕр путене, хупсан, хуплу пулмĕ-ши? Ай-хай, кинçĕм Анна пур, илсен (замуж); вутăш (т. е. зюю) пулмĕ-ши? ДФФ. Вутăш çăл-куçĕнче (шывра) пурăнать, тесе, ĕненеччĕç. Ăна çулă нимĕрпе чӳклеччĕç. || Дух огня; однажды, по рассказу чувашина, он летел как бы в виде горящей головни, от которой сыпались искры. Ильминский сч. это слово сложным: вут+йыш, т. е. дух огня (см. йыш). См. Пер. о чув. изд. 50.

вучах

вочах (вуζ’ах, воџ̌ах), очаг; печной очаг. К.-Кушки. Вучах кăмаканăн пулат, вăл кăмака çăварин сулахай енче пулат (если встать лицом к устью печи); унта чăвашсем, хуран çакса, яшка пĕçереççĕ. Т. М. Матв. Аслă ялтан-кĕçĕн яла туй пырать. (Кăмакаран вуçаха кăвар туртни). N. Вучах хур. Шурăм-п. № 5 Мăкăли пире, вĕтĕ çатрасем хуçса, кив вуçах вырăнне хурчĕ (= хуçĕ). КАЯ. Унта çитсенех, çынсем, çĕр алăтса (= алтса), ик пысăк вучах тăваççĕ. Пĕр вучахĕ çине вăкăр пĕçермелли хуран лартаççĕ; теприн çине пăтă пĕçермелли хуран лартаççĕ. Чертаг. Вутлă вучах — налево, где горит огонь и висит «хуран çекли»; кĕл вучаххи — направо, где лежит зола (у чувашской печи).

вошăлтаттар

(вожы̆л-), шуметь крыльями (о птице хăлат). Шорк. Пĕр хăлат вошăлтаттарса иртсе карĕ („получается густой звук“).

Вошнар

(вошнар), назв. леса. Б. Олг. Шашкар панче вăрман, ячĕ Вошнар теччĕ, рошшара. Шотласа киремет вырăнне, тунă чуашшам чук, Парнă (= панă) полĕ орхамах, мамаля, чуаш хатĕрĕпе; кам лепле пĕлсе, çапла тунă, пĕр тĕслĕ туман: чӳк çырлах, тенĕ.

вăй килни

тягота, убыток. СПВВ. Вăй килнĕ = йывăр килнĕ, убыток. В. Буян. † Кӳлнĕ лашăрсем нумай тăрсассăн, хăмăт пăяв(ĕ)сене вăй килет (приходится тяжело). Образцы 9. Кунĕн-çĕрĕн вылясан, çамрăк пуçа вăй килет. Янтик. † Тĕпĕр-тĕпĕр туй килет, пирĕн тетене вăй килет (тяжесть падает на старшего брата). Ib. † Тата хытăрах каласан, хамăра вăй килмĕ-ши? Собр. Çамăрăка чармасан, ватта вăй килет (приходится трудно, будет тяжело. Послов.). || Возбуждение энергии. N. † Урлă-пирлĕ çул килет, пĕр урамĕпе хĕр килет; хĕрне, тытса, чуп-тусан, çамрăксене вăй килет.

вăйлă

(вы̆jлы̆), сильный, крепкий; состоятельный. Н. И. П. Вăйлă юрла. Пой громко (сильно). N. Халь вăрçă вăйлă. Теперь сильная война. Тайба Т. † Хирте тăман халĕ пит вăйлă (очень сильный буран), ял хушшине кĕрсен, епле-ши? Изамб. Т. Ыраш вăйлă пулнă, тет. (Прежде) рожь родилась хорошо. Никит. Çак калăм каçсенче тухатмăшсем тухатса çӳреççĕ; чи вăйлă çӳрекен каç юн-калăм каçĕ пулат. Ib. Икĕ-виçĕ çул ĕлĕкрех пирĕн ялта вăйлă ĕне мур (т. е. мурĕ) пулчĕ (был сильный падеж скота). Хыпар № 26, 1906. Патшалăх канашĕнче тĕрлĕ çын пур: чиновниксем, улпутсем, завод (= савăт, савут) хуçисем, пурте пуян, вăйлă çынсем (сильные люди). Ib. № 36, 1906. Халăх тата вăйлăрах ĕрче пуçланă (начал еще сильнее размножаться). О калед. Пуринчен ытла çĕре сывлăш кĕрсе тăмалла тытма тăрăшас пулать, тата çум-курăксенчен таса тытма тăрăшмалла. Çапла тусан анчах вăйлă тырă илме пулать. Альш. Кашана: вăл териех хытă ĕçмес, тетчĕç; вăл та кăçал питĕ вăйлă ĕçрĕ, теççĕ пĕр-пĕрин хушшинче çынсем. Чув. календ. 1911. Вăл хăвăрт çĕкленнĕ те, вăйлăран вăйлă кайса, нимĕç хулисем урлă Берлина кайнă. Альш. Ĕлĕкрех Куслувккара питĕ тырă вăйлă илетчĕç. Чув. прим. о пог. 424. Хурама (кăпчанкă) чечеке вăйлă ларсан, хура-тулă пулать. Если у вяза (жимолости) много цвета, то уродится греча. Чăвашсем 14. Унта ĕлĕк пит шултăра вăрман пулнă, пит вăйлă вăрман пулнă. Шел. П. 54. Вăйлă çурт, большой дом.

вăйсăр

слабый, бессильный. Ст. Чек. Эй мунчала ал-ура! çавна та тăваймастăн! (Пĕр-пĕр ĕçе начар, вăйсăр ĕçлесен калаççĕ). N. Вăйсăр çынна вăй кӳртсе яр. Янш.-Норв. Вăйсăртарах — бедный, неимущий, не особенно достаточный (халăх).

вăй-хăй

неизв. сл. Орау. Ĕнтĕ пирĕн пачăшки ялта пĕр вăй-хăй ӳсрĕ.

вăй

(вы̆j), поднимать (через силу) тяжесть; работать сильно; тащить (тяжелую ношу). Альш. Кукша алăка вăйса кăларат. Ib. Вăл кирек мĕн япала тума тытăнсан та, вăят-кăна (здорово работает; е оттенком подъема). Хире кайрĕ те, пĕр çĕклем утă вайса килчĕ (припёр). Вăрмана карĕ те, пĕр лав вутă вăйса килчĕ (припёр на лошади). Ib. Тырра вăят-кăна. Здорово жнет. Орау. Вăй, вăй! мĕн тăратăн тата пăхса? Тащи, тащи! [т. е. неси на себе, или: вези (сам)]. СТИК. Ахтар, епле вăйса килет ĕнтĕ! (много тащит). Ib. Нуккă, вăяйăн-а çакна! (поднимешь-ли?). N. Пăх-ха, вăйса хучĕ! (навалил). || Износить. Сред. Юм. Кô ачапча çине-пуçне нимпе те питĕрсе çитереймĕн: тин-çиç çĕн кĕпе тăхăнтартăм, тавна вăйса та кăларнă (износил). || Орау. Паян вăйса пĕтеримаçть ĕнтĕ! Ну, уж сегодня никак высраться не может! (напр., лошадь во время аштарни).

вăйă

(вы̆jы̆), игра. Б. 13. Вăйăран вăкăр тухать. Игра до добра не доводит. Альш. Лешсем темĕн-темĕн те курнă: шуйттан ваййине те (цирк, балаган) курнă, пукане вăййине те курнă. Сред. Юм. Çак ача, пире калĕмпĕр вăййине... СТИК. Пирĕн ача чист вăйя яранчĕ, ĕç кутне пырса та пăхмаст. (Говорят о мальчике или девочке, увлекшихся игрой, не работающих, а то-и-дело бегающнх на игры). Сунт. 1929, № 2. Вăйă мар (не шутка) çав ача тăвасси. 1929, № 67. Клоçета ача вăййилле (кое-как), чуспа çапçа, туса лартрĕç (сколотили). || «Ученье» (военное). Б. Олг. Салтак вăййине вĕрентес полат ĕнтĕ сана, тет. || Хоровод. Альш. Вайă тесе, пĕр-пĕр урам кĕтессине выляма-кулма, кĕвĕ-сăвă калама пуçтарăннине калаççĕ. Изамб. Т. Эпĕ хамăн юлташсемпе... вăйя хутшăна пуçланăччĕ. Ib. Çимĕк уммĕн усем вайя тухма пуçлаççĕ. Ч. П. Шурă кĕпе тăхăнсан, вăйă витĕр курăнать. Пазух. Пирĕн вăя вылясси çырла пиçнĕ вăхатра. Ib. Вайя тух. Выходи в хоровод. || Музыкальная игра. N. Урипе тапать, çунатпе çупать, сăмсипе вййă калать; çав вăйă сассине илтсе, вĕренсе килтĕмĕр. || Игра в горелки. С. Тим. Ан саланăр, тантăшсем, пĕр-ик вăйă выляр-и? || Место, изобилующее чем-либо. СЧУШ. Çак ача хăй пĕлекен çырла вăййине ертсе кайрĕ. Баран. 169. Атăл пырĕнчен (чит. вăрринчен) инçех мар — Астрахань (чит. Аçтăрхан или Аçтăркан) хули ларать. Пулă вăййи çакăнта ĕнтĕ.

вăйă-кулă

веселье. N. Пĕр-май вăйă-кôлăпа-çиç пôлат-и ô? пăртак ĕçлеме йорамас-и? Альш. † Ай-хай, чунçăм хĕр сăри, вăйя кулла юратать!

вăйçă

то же, что вăйăç. И. С. Степ. Ст. Чек. Вăйçă купăс калат. Изамб. Т. Ун чухне хĕр енчи вăйçăпа кĕрӳ енчи вăйçă купăсĕсене тавлашса калаççĕ. А. Турх. Вăйçă — скрипач; человек, играющий на каком-нибудь муз. инструменте. Мусир. † Вăйçа виç тенкĕ панă эпир — пĕр пуса та тăмарĕ. Менча Ч. Çак туя Утемĕш вăйçă пулса кайнă, тет. || М. П. Петр. Вăйçă — руководитель игры.

вăкăльт

(вы̆гы̆л’т), вăкăльть (вŏгы̆л’т’), то же, что вăкăлт. КС. Тиха пĕр катăк пăх вăкăльт! кăларса пăрахрĕ. СТИК. Манăн пĕчĕкçеççĕ, тăп-тăпăлкка такам пур, карта урлă вăкăльт сикет те, каçат-каят (прыгает легко, смело, без труда).

вăкăр

(вы̆гы̆р), бык. Хурамал. Çĕре вуникĕ мăйракаллă вăкăр çĕклесе тăрать. Собр. Вăйăран вăкăр тухат, теççĕ. (Послов. ). Сказки и пред. чув. 90. Ĕçчен чăваш вăкăр пек юрла-юрла ĕç тăват. Ib. 22. Кĕл пек тăпра çийĕнчен вăкăрсем пек утаççĕ. Изамб. Т. Вăкăр чават-чават та, хăй çине сирпĕтет. N. Вăкăра (из быков) пĕчĕккине пус, пысăккине сут. Сред. Юм. Пит ĕçлекен çынна: вăкăр пик ĕçлет, теçççĕ. Альш. Унтан тата Кăнла улпучĕ килсе ларать, тет, Сĕве кĕтессине. Вăл килет, тет те, малтан стариксене: вăкăр выртмалăх-кăна çĕр илетĕп, тесе, улталаса, илет, тет, стариксенчен хут. Хутне илсен, вăкăра пусат, тет, тирне чĕрпĕл-чĕрпĕл çурса, вĕрен пек тăват, тет, вăрăм. Унтан çав вăкăр тирĕнчен тунă вĕрен пеккипе Кăнла вырăнне çĕр çавăрса илет, тет, тăхăр ялăнне. Çапла Сĕве леш енĕ каят вара ку тăхăр ялăн. Хăят улпуçĕ чикене чиркӳ лартнă, тет те, чиркĕве пăсма саккун çук, тет. Рак. Тĕпĕ çăка, варри вăкăр, тăрри ăвăс. (Çап-йывăççи). Ст. Чек. Вăкăр, чава-чава, хăй çине тăпра купалат, тет. (Поговорка: кăрçакан çынна калаççĕ; çын хăне хирĕç çынна вăрçат-вăрçат та, вăрçнă çынни вăрçаканне хĕвет). N. Ача-пăча пулмасан, е пĕр тĕслĕ ача анчах (авал ывăл кирлĕ пулнă) пусан, арăм патне вăкăр ярса пăхнă (alium virum admittebant). Хăшĕ ăннине калаççĕ. N. Вăкăр кăтарт, случать (корову). Кан. 1927, № 216. Çур-кунне, çулла ĕнесем вăкăршăн, анчах вĕсем çук. || КАЯ. Кӳлĕ вăкăрĕ. См. чӳк.

вăкăрлăх

бычачья природа. Собр. Пĕр еннĕ (siс!) юманлăх, тепĕр еннĕ (siс!) çăкаллăх, варăнче вăкăрлăх. (Çаппуççи).

вăкăрпа учӳк

моленье быком. Т. VI. 33. Çимĕк иртсен, çинçе умĕн халăхпа пысăк чӳк тăваççĕ: вăкăрпа учук, тесе, чӳклеççĕ. Ку учука пĕр çул вăкăрпа, пĕр çул тынапа çӳклеççĕ.

вăл-ку

то и сё; и тому подобное; что-нибудь (дурное); всяческии. Юрк. Те эсĕ тата ĕлĕкхи пек мана кĕттерсе тарăхтарашшăн-и, ăна-кăна пĕрте хам тĕллĕн шухăшласа пĕлейместĕп. Т. VI. 26. Ĕçлекенсене те вăл-ку усалтан сыхла, упра. Юрк. Аптăранă енне чăвашсенчен те ыйткаласа пăхаççĕ: епле сирĕн хушшăрта вăл-ку илтĕнмест-и? теççĕ. Ib. Хĕрт-сут пăттине ытти чӳксем пек тăву вăл-ку çук. К.-Кушки. Эрех вăл-ку ĕçмес, картла вылямас, чĕлĕм туртмас, пĕр пус укçине сая ямас. Якейк. Ăна ту, кăна ту, лешне ту. Ку килет, вăл килет, çав килет. Ăна итет, кăна итет. СТИК. Пасарта вăрăсене тытнă, темерĕç-и? эс куртăн-а? — Çук, эпĕ пасара кайма карăм та, вăл-ку-мĕн ним те илтмерĕм. Истор. Çыннăн вилесси часах, вăл-ку пулмалла пек çĕрте хĕçĕре-пăшалăра çумăртан ан пăрахар. Альш. Çапла вăл-ку çинчен калаçса килеççĕ (вдуг). Ib. Вершник вăл лаши çимине астăвать, тата тумланнă хĕрĕн мулне: вăл-ку ан пултăр, тесе, астăвать. Ib. Хамăр чей ĕçетпĕр, вăл-ку çинчен калаçатпăр. Регули 26. Вăл-кона (= ăна-кăна) тумалла. Б. Олг. Волатпăр она-кона: эс лепле, лайăх порнатни? Вăл мантан итет (= ыйтать), эп онтан итетĕп. N. Она-кона хатĕрлетĕп. Приготовляю то и сё. Ала 81. Карĕ-карĕ, тет, хай старик, темĕн чухлĕ карĕ ĕнтĕ ку; те пĕр кун, те икĕ кун — ăна кăна пĕлместĕп. Шурăм-п. № 26. Ун-кун (туда и сюда) пахкалап. Ст. Чек. Вăл-ку — кое-что (им. пад. ). Сир. 17. Урампа, пынă чух унăн-кунăн ан пăхкала. НТЧ. Ăна чӳклеме хăшĕ пĕр çулхи пăру, хăшĕ сурăх, пухăннисем хур илсе каяççĕ, ăна-кăна тиркемеççĕ (= без разбора). N. Ăнă-кăна пĕлмесĕр. С. Вăл-ку пор çĕрте (кроме всего прочего), пирĕн пăрçа та çавах нумай.

вăлта

(вы̆лда), удочка. Сюгал-Яуш. Анчах кайма вăлтасене пуçтарса çыхрăмăр та, çирам (siс!) хĕрне хăпаратăпăр. Ib. Унтан тата вăлтасене сӳтрĕмĕр те, кайлах пулă тытма тапратрăмăр. Чаду-к. Эпир пĕр вырăна пытăмăр та, унта вăлтасем çине уман (= ăман) чиксе, шыва ятăмăр. Н. Седяк. Вăлта — уда. Кн. для чт. I, 1907,32. Ăна (ыраш-пĕтрине) валтаран илнĕ те, витрене янă.

вăлтăрт-валтăрт

(валды̆рт), подр. неодинаковым грузным поворотам. КС. Карăка пăшал петĕм те, пĕр вырăнтах вăлтăрт-валтăрт çавăрăнчĕ те, персе анчĕ.

вăлтти-валтти

(вы̆лττиы-валττиы), подр. довольно быстрому и легкому вращению. Эльбарус. Вăлтти-валтти анчах çавăрса пăрахрĕ. Ловко и легко свалил (в борьбе). || Живо. Эльбарус. Вăлтти-валтти тыткала! Бери (хватай, manie) живее! Ib. Вăлтти-валтти пуçтарса пĕр (чит. пăрах?). Сорм-Вар. Вăл(т)ти-валт(т)и, Йехрем похот (scr. пухот. Ярмуççи).

вăпăрлă карчăк

то же, что вупăрлăк. Хурамал. Вара вăл юмăçа кайнă, тет, пĕр вăпăрлă карчăк патне. Н. Уз. Вăпăрла карчăк (она давит людей).

вăр

(вы̆р), подр. Движению струи воздуха, средней силы. Подр. движению (средней силы) качающегося предмета, напр. дерева на корню. Подр. такому настроению, когда „болит“ или „ноет“ сердце, или когда сердце не спокойно, в тревоге. Макка 28°. Хирти çил вăр-вăр тавать (подувает одинаково, ритмично, но не сплошным током). Çутталла 144. Хай вăр-вă-ăр! вĕрсе илчĕ. Сред. Юм. Вăр-вăр (про теплый ветер; ветер сильнее, чем «вăштăр-вăштăр»). † Çур-çĕр енчен çил вĕрет; вăр-вăр тесен (если подует), çӳç вĕçет (развеваются). С. Тим. † Леш аяккинче вĕрене, çулçи вăр-вăр тăват-çке (движутся, колышутся); ман çийĕмре шур кĕпе, арки вăр-вăр тăват-çке. Çак вăйăран юлсассăн, ăш-чик вăр-вăр тăват-çке. Ч. П. Хĕр çураçнă ачасен ашĕ вăр-вăр тăвать-çке. А. Ц. Прокоп. † Хуйхă йăвăр пулнăран чĕреçĕм вăр-вăр тăвать-çке. Упа 573°. † Шура пӳртĕр умĕнче самавар вĕрет, шур кăпăкĕ вăр-вăр та, ай, çавăрнат; çын-çын урлă сăмахсем, ай, илтсессĕн чĕрем варри вăр-вăр та, ай, çавăрнат. Богдашк. † Кашта кашта шур кĕпе, арки вăр-вăр тăвать-çке, çĕрле вăйя тухмасан, ăшăм вăр-вăр тăвать-çке. Пшкрт. Вăр-вăр тоттăр вĕçет. Ib. Кайăк вăр-вăр вĕçсе карă (маленькая) См. вушт. Микушк. † Аслă улăхра куккук авăтать-çĕмĕрт йывăç вăр-вăр тăвать. Чăв. юм. 1919, 14. Шурă кĕпи вăр-вар вĕçет, çутă тухйи шăнкăр-шанкăр тăвать. Емельк. † Шурă вĕрене вăр-вăр авăнат. Якейк. Потран кĕпçи вăр-вăр. А. П. Прокоп. † Çамрăк пуçма йăвăр килсессĕн, çинçе пӳçĕм вăр-вăр авăнат. Турх. Тăрин икĕ çуначĕ вăр-вар тăвать (порхает). М. Д. Кайăкĕ вăр! вĕççе кĕчĕ (в избу). Çиç. çирĕ кĕм. 67. Чăшт сапас та, пăрр! чĕртсе... вăр-вăрах çунса каять хăйĕн вулас пӳртĕнтче. || Подр. энергичному вернению или кружению. Альш. † Çеçен хир варринче çавра кӳл: вăр çаврăнса ишмешкĕн вырăн çук. Девлизеркино. Ку аллинчи тилкепи вĕçне хăй пуçĕ тавра вăр-вăр-вăр çавăрса, лашине пит хытă сăптăрать. Шарбаш. Çав хушăрах (тут же) пĕр енелле вăр-вăр çавăрăваççĕ (питĕ хытă... темле ӳкмеççĕ... при пляске). Образцы 52. Пĕчĕкçеççĕ курка, сарă курка, вăр çавăрса (опрокидывая) ĕçме хушаççĕ. Кĕвĕсем. Ман çаваçăм вырăсла, вăр çавăрса сулăнса, çĕклем утă кăларать. Шарбаш. Вăр-вăр вăрманти, турат куç турханти (тур’анδиы. Кашкăр). || Подр. швыряншо. Альш. Вăр ывăтса, ярат, тет, тулалла (вышвырнула его). |{{anchor|DdeLink21084067528703}} | Подр, дребезжанию. Юрк. Вăр-вăр ту — дребезжать. См. МКП. 25.

вăр-вар

подр. более или менее резким неодинаковым движениям струй воздуха. || Подр. проворному движению. Чăв. юм. 1919, 22. Хай карчăк вăр-вар алăкне, кантăксене уçса пăрахрĕ. СПВВ. X. Вăр-вар пуçтарăпăр (быстро соберем). Б. Олг. Тыткаласам вăр-вар (скорее), манă пак (т. е. ăман пек, как червяк) сӳрекелетĕн! Пшкрт. Вы̆р-вардарак каjза-ҕил (скорее)! Сред. Юм. Ĕçе пит хăвăрт тусан: вăр-вар туса пăрахать, теççĕ; тата елем çакăнса тăрсан çил вĕçтерсен, вăр-вар тăвать, теççĕ. Истор. Ар, шыв хĕррине çитсен, вăр-вар тумтирне хывса пăрахнă та (быстро разделся), ишсе каçма тытăннă. Ой-к. Вăр-вар пĕр ук(ç)а. (Йăтă). || Проворный. Истор. Вăл пит хастарлă, вăр-вар ача пулнă.

вăрă

(вŏрŏ, вы̆ры̆), вор, разбойник. Янш.-Норв. Хĕр вăрри, ворующий девушек. Ч. С. Эпĕ малтан: вăрă килнĕ пулĕ, тесе, шухăшларăм. Я сначала подумал, что пришел вор. Альш. Леш вăрă марринне хăйĕнне вăрласа пĕтереççĕ унăнне (у не вора-то и свое-то разворуют). Т. Григорьева. Вăрă вăрăм, куçĕ чармак, теççĕ. (Послов.). Якейк. Ман килте пĕр полянкка (полено) вотă полсан, эп варă полам! Пусть я буду вором (клятва). Микушк. † Хура вăрман витĕр тухнă чух вун-икĕ вăрă тухрĕç вĕлермешкĕн. Орау. Хал, виçĕ пус укçа пулсан, ман вăрă пулас пулат! Пусть я буду вор, если у меня найдёшь грош! (Клятва) Альш. Вăрă пуçлăхĕ, коренной вор. || Воровство. N. Вырăспа майри, вăрă пулса, шулĕкре пурăннă (занимались мошенничеством). Хир-пось. Çын япалине варламан-и? терĕм. — Эсĕ мана хăçан вăрăпала тытрăн (уличил в воровотве)? терĕ. Уфим. Çавăнтан вара епĕ вăрра каймарăм. (Из утенического сочинения; учитель исправил: «кайман». || Воровской. Болезн. грех. Вăрă ĕç, аскăн ĕç тутараççĕ. N. Вăл ĕç ĕçлеме ӳркенсе, усал пурăнăçпа, вăрă пурăнăçпа пурăнакан çын курсан, уншăн пит хуйхăрнă. || Занимающийся воровством. Изамб. Т. Пĕр пит вăрă, усал çын.

вăрăлла

назв. игры. Сред. Юм. Вăрăлла, касакла выляс. Пĕр йыши вăрă пôлаççĕ, тепĕр йыши, касак пôлса, вăрăсĕне хуса тытмалла выляççĕ.

вăрăм

(вŏрŏм, вы̆ры̆м), длинный, долгий, высокий. К.-Кушки. † Вăрăм чаппан тăхăнас-мĕн. Надо было надеть долгий чапан. Н. Кунаш. Вăрăм вырăс çул кăтартать. (Йăран). Высокий русский показывает дорогу. (Межа). Юрк. Вăрăм ĕмĕрлĕ-кунлă, долголетний. Сред. Юм. Вăрăм питлĕ, человек с продолговатым лицом. Регули 1053. Ку йăвăç вăрăм çитĕнчĕ (вăрăма кайрĕ). Ib. 903. Ик шыт вăрăмĕш, пĕр шыт вăрăмĕш. N. † Атте лаши, хура лаша, вăрăм çула каймашкăн (для дальней дороги); мапа анне çуратнă вăрăм хуйăх курмашкăн. Сала 197. Аслати вăрăм авăтсан, кĕр вăрăм килет, теççĕ. Если гром долго гремит, то, говорят, будет долгая осень. Якейк. Хĕвел аннă чухне ĕмĕлке вăрăмран вăрăм каят (все длиннее и длиннее). Чув. прим. о пог. 57. Уяр вăрăм тăрсан, çĕнĕ уйăхра (в др. гов. уйăхпа) çăмăр пулать. Если долго простоит ясная погода — с новым месяцем дождь. Ib. 226. Шаланкă çухăрсан, уяр вăрăм тăрат. Если коршун (чит. канюк) кричит, будет долго вёдро. Чуралъ-к. Уйра вăрăм вырăс выртĕ. (Ана йăранĕ). Пис. Кӳлнĕ утсем вăрăм та, ай, тăрсассăн, пукришкине йăвăр та тивмест-ши? N. Ытла вăрăм-вăрăм каласа куçарать. Его переводы страдают длиннотою изложения. Ала 101. Пирĕн пичийăн вăрăм ампар. Вăрăм ампар хĕррипе сала-кайăк йăви пит нумай. Календ. 1904. Тинĕ вăрăмми те, кĕски те пулать Шурăм-п. № 23. Тип çĕр çинче сарлакăш-вăрăмĕш (scr. вăрĕмĕш) пĕр утăмшăр туса, патакпа чĕрсе, тăваткал карта çавăраççĕ. Сред. Юм. Вăрăм кнахвит (конфекта) тесе, пĕрер шите яхăн тăвакан кнахвите калаççĕ. Ib. Вăрăм çиxĕ пус, мужской половой орган. (Обыкновенно говорят в шутку). Регули 384. Эп пилĕк шыт вăрăм. Кан. 1927, № 234. Вĕсем ĕç кунĕ (рабочий день) ытла вăрăммипе хирĕçеççĕ (протестуют против). N. Сăрă (р. Сура) пирĕн уясра вăрăм пымасть.

вăрăм минтер

длинная подушка. Кан. 1927. № 224. Пĕр вăрăм минтер çинче темиçен çывраççĕ.

вăрла

(вŏрла, вы̆рла), красть, воровать. Нюш-к. Выртмара Çĕн-çырма ачисем лаша вăрлама пынă тутара, тытса, çунтарса янă. Çавăн пек ĕлĕк алла лекекен вăрăсене нумай çĕрте çунтарнине кăлаççĕ. Регули 1071. Вăрланăшăн (вăрланăран) онă тытрĕç. Юрк. Мана патшана кӳртсе лартсан, эпĕ пĕр çĕр тенкĕ укçине вăрлăттăм та, тарăттăм, тет вырăс. || Посл. 166,4. Çакна эпĕ: сире кам-та-пулин сăмах вăрласа калаçса ан улталатăр („чтобы не прельстил вас вкрадчивыми словами“), тесе, кăлатăп. || Выпытывать. Якейк. Вă(л)сам чвашла пĕлмеççи-ке? ахаль сăмах вăрлашшăн калаçмаççĕ (т. е. вырăссам куçĕнче вырăссам çинчен калаçнине итлемешкĕн, чвашла калаçмаççĕ).

вăрлăх кăларни

вынос семян в поле, обряд перед посевом. См. Магн. М. 23. N. Тĕшмĕшлĕ çынсем вăрлăх кăларма килĕнче кам телейлĕ, çавна яраççĕ. Вăл вара вăрлăх илет, çăкăр сăмси илет, çăмарта илет те, ана çине каять те, йăран çине ларса, пăртак çăкăр, сĕт, çăмартипе çакăр сăмсине тăпра айне чикет. Сред. Юм. Акма пуçлаччин пĕр-ик кôн малтан пĕрер ывăç тыр, тôхса, сапаççĕ ана çине, çавна вăрлăх кăларни теççĕ.

вăрлăх кăларни пăтти

назв. моленья. С. Алг. Вăрлăх кăларни пăтти. Çур-кунне вăрлăх кăларни пăтти. Хамăр чĕлхепе турра асăнатпăр. Эй турă, пар! Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пулма пар. Тĕпĕ хăмăш пек пултăр, тăрри чакан пек пултăр (после приписано: пĕрчĕш пăрçа пек пултăр), çырлах. Амин.

вăрман

(вы̆рман), лес. Макка 67. Вăл ялти вăрмансем: хурăнлăх вăрманĕ, хырлăх вăрманĕ. N. Вăрман касакан çĕрте торпас ӳкмесĕрех çок (напр., война не бывает без потерь. Послов.). Хурамол. Тĕлĕккре (так!) вăрман кассан, çын вилет, тет. Если во сне будешь рубить лес, то, говорят, это к покойнику. Альш. Вăрман — свежий, растущий лес; йывăç — сухой, рубленый лес. Юрк. Вăрман çийĕ кăвак пулсан, уяр пулат. Тоскаево. Вăрман хĕрринчи курăннă, сăмса айĕнчер курăнман, теççĕ. (Постов.). Юрк. † Пирĕн ял витĕр вăрман çулĕ. Через нашу деревню лежит дорога в лес. N. † Кайăк каçман çырмаран эпир каççа килтĕмĕр, упа тухман вăрмантан эпир тухса килтĕмĕр. Çав вăрманта хурăнлăх, вуникĕ хурăн пĕр тĕпрен: тăрринчен милкĕлĕх чĕреççĕ, тĕпĕнчен хăйăлăх çураççĕ. Çав хурăнлăхра шĕшкĕлĕх, вуникĕ шĕшкĕ пĕр тĕпрен: тăрринчен мăйăр татаççĕ, тĕпĕнчен çатан аваççĕ. Собр. Сĕм вăрмантан çеклĕлĕх тупăс çук. (Лаша хӳри). Ст. Чек. Вăрман калать тет: ман пек хăрччăр, тесе (лес проклинает того, кто его портит). Кильд. † Вăрман-вăрман (по лесам) витĕр çӳрерĕм, пĕр кашăклăх врене тупмарăм. Ау 21. Унтан каяççĕ, тет, вăрмана; вăрман тăррине улăхса лараççĕ, тет. Н. Ч. Çамрăк вăрманлă ту (гора). Эпир çур. çĕр-шыв. 21. Уй тӳпинче, усрав вăрман çумĕнче Ванюшкасси ларать. || Деревья. Юрк. Вăрмансем çинче ӳсекен çимĕçсем. N. Шалт вăрмансем лартса пĕтернĕ (насадили деревьев. Ст. Чек. Хăй, вăрман (йывăç) айне выртса, лашине куçласа тăнă, тет. Альш Вăрман тĕпне чакалама тытăнат, тет (медведь). Зап. ВНО. Вăрмантан вăрăм, курăкран лутра. (Çул.). СТИК. Эпир пахчана вăрман лартрăмăр. Ib. Çак çул икĕ енпе каяк вырăнне вăрман лартса тухнă. Ib. Эпĕ вăрман тăррине хăпарса карăм. («Во всех трех случаях не означает леса, а означает деревья»). || Лес в качестве божества. Чхĕйп. Шывсене, çăлсене, кӳлĕсене, вăрмансене, хĕвеле, уйăха, турра, вут-кăвара, çил-тăвăла. Пихампара, тата ытти тĕрлĕ япалана та нумай асăнса кĕлĕ-тунă.

Вăрман-ял

назв. дер. Девлизерово, б. Шибылг. вол. Цив. у. Хыпар № 13, 1906. Пĕлтĕр эпĕ Вăрман-ялне нумайранпа паллашса пурăнакан пĕр чăваш патне пытăм.

вăрманти

назв. лесного духа. Альш. Вăрманти = ар-çури. Кăшкăрат, теççĕ; çын ятĕнчен каласа чĕнет, теççĕ. Ята каламаççĕ пĕр-пĕринне. Ята илтсен, кăшкăрат, тет, ятран каласа.

вăрр

(вы̆рр), то же, что вăр, но с усилением. Çутталла 157. Çавăнтах сасартăк пĕр сала-кайăк, чул ӳкнĕ пек, вăрр! анчах кусем çумĕнчен иртсе каять. N. Вăрр! туса вĕççе кайрĕ (муха). Сред. Юм. Вăрр, особый звук, когда коршун стремительно спускается на добычу. Альш. Çарăка тытрĕ те, вăрр! ыватса, ячĕ. || Подр. расхождению кругов на воде. Б. Олг. Чол пăрахсан, шу вăрр (вы̆рр), вăрр, вăрр çарăмланса каят (вода расходится кругами).

вăрç

(вы̆рс’), драться, воевать, сражаться. Бгтр. Чăхсам пĕр май вăрçсан, хăна килет, теççĕ. Если курицы постоянно дерутся, то, говорят, придет гость. N. Сан пирки вăсем вăрççа та илчĕç. Они из-за тебя даже подрались. N. Ялĕсенче пурнаканнисем, вăрçакан çĕртисем (там, где воюют), тухса тараççĕ. Истор. Вăл тĕлте вырăссем тутарсемпе тем пек хытă вăрçса илнĕ (сразились). Ib. Василий хăй те ăна хирĕç виçĕ хут кайнă, анчах пĕриче те вăрçсах вăрçман. Ib. Хăйсем те пĕр-пĕринпе ĕлĕкхи пек вăрçса, чаркăшса пурăнман (они). || Бранить, браниться; ругать. К.-Кушки. Вĕсем кӳршипе ялан вăрççа пурăнаççĕ. Ib. Мĕшĕн эсĕ мана вăрçатăн? || Капризничать, сердиться (о грудном ребенке). N. Ача вăрççа выртать. Ребенок лежит и «бранится»). || Биться (над чем-либо трудным). Якейк. Çак сатач çинче вăрççĕр-вăрççĕр(= вăрçрĕ-вăрçрĕ), ним те тохмарĕ. Бился, бился над задачей, но у него ничего не вышло.

вăрçу-тивĕçӳ-тивçу

брань и драка; ругань. Сред. Юм. Вăрçу-тивçу (sic!) ан пôлтăр пярн килте-çôртра. В нашем доме, чтобы не было ругани. Ст. Чек. Вăрçу-тивĕçӳ пулмас = пĕр-пĕринпе вăрçас-çапăçас (увлă сăмах калаçас) пулмас.

вăрçă

война; ссора, драка, скандал. Сĕт-к. Яппони вăр-çинче (в японскую войну) пирĕн ялти Ваçок Емеленĕ ним сас-чусăр (= сас-чĕвĕсĕр) çохальчĕ (пропал без вести). Изамб. Т. Çапла туя пĕр вăрçăсăр-мĕнсĕр (без всякого скандала), пит илемлĕ, ташласа, юрласа ирттертĕмĕр. Чăв. й. пур. 11. Килте вăрçă тăвас мар, тесе (чтобы не было ссоры). Б. Илгыши. Вăрçăна кил. Туй. Хĕр çумми укçи хĕрĕх пус, теççĕ; укçа сахал парсассăн, вăрçă хусканат (начинается ссора). N. Вăрçă пуçлансан, çурăм-пуç çăлтăрĕ (Венера) çухалнăччĕ; халĕ çурăм-пуç çăлтăрĕ туха пуçларĕ, вăрçă час чарĕнĕ(= чарăнĕ), теççĕ. Орау. Вăрçă хыçĕнчен тырă лайăх пулакан халь, теççĕ чăвашсем. После войны будет хороший урожай ржи, говорят чуваши.

вăрт

(вы̆рт), подр. мгновенному и отрывистому движению. Пшкрт. Вăр-вăрт! хĕр отса каят (быстро). Ib. Ул п̚олдырн’а jӓплӓ jорас? — вы̆рт пы̆ҕас та, jы̆л ҕолас; иттак jорас, вот как jорас. Б. Олг. Çăмăл кайăк вăрт тăрса каят ăнчах. Орл. II. 206°. Вăрт Варвари, арки-вĕçлĕ шупăрлă. (Çил арманĕ). Н. Лебеж. Чипер инке вăрт-вăрт, арки вĕçĕ хăюлă. (Арман çулĕ). 93 çул, 55. Унтан аллисем çинче вăрт çĕкленсе илсе, пăшал пемелли чӳрече карнисĕ çине чăркуçланнă. N. Вăрт çавăрăнчĕ, Хорачка. Вăрт! — межд. бросания. Упа 589. Эпĕ вара лаша çинчен вăрт! ывтăнса юлтăм. || Момент. Хорачка. Мана пĕр вăрта (на один момент) портă парса яр.

вăртаххăм

(вы̆рдаххы̆м), то же, что вăртахăм. Икково. Якейк. Аланнă чохне пĕр-пĕр çынна химатлăх (= хăйматлăх) тăваççĕ. Çав „химатлăх ачи“ хорăнташĕсемпе „химатлăх кĕрӳ“ хорăнташĕсем пĕр-пĕрне вăртаххăм теççĕ (так взаимно называют друг друга родственники химатлăх ачии химатлăх кĕрӳ).

вăсилет

науськивать. СТИК. Паян эпĕр вăрмана çывăх пĕр кашкăр тĕл пултăмăр. Эпĕ пĕр енчен, ман юлташ тепĕр енчен анчăксене вăсилетсе ятăмăр та, çиччас туласа тăкрĕç (растерзали, разорвали).

э

(э произн. протяжно), восклицание, имеющее различные значения; нередко соотв. русскому «а». К. С. Э, аплаç-ха вăл! эп ăна пĕлмен те. — Э, кĕсел-ĕç-ха вăл! — Э, алла ӳккĕрĕн! (попался!). Орау. Эккей çанталăкĕ, э! Какая погода-то, а! Чăвйп. Яккăвĕ каланă: э... апла, пулсан, пымастăп (не пойду), пĕтетĕп! Хыв. 1906, № 31-2. Э, мĕн калам сире: иккĕшне те вунă уйăх тулса вунпĕрмĕшне анчах кайрĕ; вăл виçĕм кун çӳçĕсене ӳт çумĕнченех илсе ячĕ; пăхсан, кулса та ямалла, ачисене те шел. Н. Карм. Э (угроза), эсир хĕр илме килтĕр-и? сана хĕр парам эпĕ; хĕр хутаççа! тенĕ. Сред. Юм. Э, хайхи-çке о сан! (говорят о чем нибудь давно известном, когда о нем припомннают). Орау. Çăвăр-ха, э? Умывайтесь, а? (с вопросительной интонацией на «е»). Еванг. Чиркĕве пăсса, виçĕ кунта туса лартаканскер! Сред. Юм. Э.... эппин о полсарĕ-хл о! тин аса плтĕм. Да, оказывается, это он был, я только сейчас вспомнил. Янш.-Норв. Ватти вара: э, укçана час пырса пăрах, атту тата кăларатпăр (чирей)! тесе, çăпан чăмăрта пуçларĕ, тет, пек. (Из рассказа чувашина о тӳркĕлли, видениом во сне). Хып. 1906, 7. Э, ав епле-ха вăл! Ашшĕ-амăшне. Вăл каланă: е! манăн илтелесе пурăнмалла-и-халĕ ăна? ...тенĕ. Альш. Карчăкĕ хытă кăшкăрать, тет: старик, çиме тăр! тет. Старикки: э... юрĕ, тет. N. Э, ман хыçран пĕр çын пырать! тесе калать, тет. Регули, 545. Э (ее), халь те, вăлсен вăл хорăнташ полать. Верно! он в самом деле им родственник. Ч. С. Э! эсĕ ху лашу куртăн (счел за...) пулĕ ăна ачашлама; э! ху лашу мар-и? теççĕ. Чăвап. Леш каланă: э!.. эсĕ мана укçа мĕшĕн патăн-ха? Эсĕ аван шухăшпа çӳретĕн иккен!

эй

(эj), звательная частица. Восклицание удивления, восхищения, сожаления, недовольства, нежелания вести о чем-либо речь. Изамб. Тет. Эй Турă, çумăр пар. Букв. 1904. Эй тĕнче! пулаççĕ-мĕн çакăн пек урапапа çӳрекен телейлĕ çынсем! Юрк. Эй савăнать-çке! Ах, как он обрадовался! Юрк. Эй, çав çимĕçсене тутлă пĕçерме пĕлеççĕ-çке! Альш. Шик! шăхăрать (сăвăр), çынна курсанах. Эй, вара лешсем, лапра çӳрекеннисем, улăхаççĕ, тустарса, сăрталла, шăтăкĕсем умнелле! Юрк. Лаши çап та суха туртисем хушшинче сулланса тăнине курсан, çиленсе: эй, пĕтесшĕ, кашкăр тытса çийесшĕ! тесе, ылхана пуçлать. N. Эй, сысрĕ пулĕ-çке! Ну, небось, и струсил он! N. Эй, шаккăттăм çĕçĕ аврипе! К. Кошки. Эй Туррăмăр, мĕн пурне эс паракан. Эй мăнтарăн этеммисем, пурăнаççĕ-çке! — эсĕ пур!... (Выражение зависти). Альш. Эй Турă, кунта пурăнма аван та, анчах кунта çимелли нимĕн те çук, тет. N. Эй саламалник, тав сире! N. Инкĕш каланă: эй, суеçтерсе ларатăр! тенĕ. N. Эй, пĕлместĕпĕр çав, пĕлместĕпĕр! Çав пĕлменнипе хуплать пире. N. Вăррисем: аçа çапрĕ! аçа çапрĕ! тесе калаççĕ, тет. Эй, тараççĕ! тет. Альш. Эй, тетĕшсем ылттăна пуçтараççĕ, тет! (=ну собирать!). Тораево. Пăчăр калать, тет: эй, мучи, пирĕн паталла (в нашей стороне) пурте Пăчăр ятлă! тĕсе калать, тет. Юрк. Эй, пăхса тăма илемлĕ-çке!... N. Ну, ку тилли утланса ларчĕ, тет те, эй, кĕсем каяççĕ, тет, тусан тустарса! Альш. Эй, аван тунăпать-çке вăл шыв хĕррисем! Альш. Эй вăрманĕ! йывăçĕсем яшт кайнă çӳлелле! Альш. Эй, усалччĕ-çке вăл, Димитрий Васильевич Ковалев! — тытатчĕ те, перетчĕ пуçран тускапа! IЬ. Эй, вăл халăха ăса кӳртет-чĕ-çке (учил уму-разуму) — пире, пĕлмен çынсене! Уф. Малтан (мать) кĕпене уçрĕ, унтан — эй, мана хĕртме! N. Ашшĕ аслă ывăлне: шыв ăсма кай-ха, тесе калать, тет. — Эй атте! пĕр çавра çил килĕ те веçтерех кайĕ, тесе калать, тет. Тораево. Эй, эпĕ Пăчăр ятлă çына тарлама хушманччĕ! тесе каларĕ тет (я не велела нанимать человека по имени Рябчик). Юрк. Эй, пире тăвана юрĕ-çке! (или: юрат-çке). || Также восклиц. при быстрой езде: берегись! СТИК. || Иногда соотв. русскому право! Демид. Ăна вара ача-пăчасем: Еремкке пичче, эсĕ ав çав ларакан çерçи куç шăрçине лектерейĕн-и? тесен: эй, лектерĕп! тесе калаччĕ, тет.

эй

(эj), или. Юрк. Чăваш юррисем е чăваш тĕнĕ çинчен вĕсем мĕн шухăшлаççĕ: пустарашшăн-и, эй çук-и? Юрк. Эй ку ман çие пĕр-пĕр япалашăн çиленсе ямасăр тăрать пули (= пуль-и)? Юрк. Çук çын хĕрне илес тетне, эй тата пĕр-пĕр пуян çыннăнне-и?

екеметлентер

(эгэмэтл'эн'дэр), спутать. Н. Карм. Пĕр япалана çыхсан, ăна тепĕр çынна салтма ярсан, вăл çын салтаймасан, çапла калать: елле тем екеметлентерсе пĕтернĕ, салтаймарăм, тет.

екиет

(эгиjэт), насмешливая песня. А. Петров. Пĕр-пĕр çын усал тусассăн, ят кăларса, юрлаççĕ, çавна екиет теççĕ.

эккей

(эккэj, эк’к’эj), от русск. экий. Выраж. недовольство и неожиданность. Янтик. Кам-та-пуса ăçта-та-пулин япала-мĕн манса хварсан е çухатсан, çапла калать: эккей япала! (экий грех-то какой!). IЬ. Эккей, ара çапла тумалла-чи сан? Ачи ĕçе, епле кирлĕ, апла тумасассăн е япала-мĕн пăссассăн, ашшĕ калать: эккей, ара çапла тумалла-чи сан? IЬ. Эккей, çитмес-çке ку! Пĕр-пĕр япала треклемелле чухне треклемелли явăççи (подпорка) кăшт кĕскерех пулсан, çапла калать. Шорк. Эккей, масар! Экая досада! («кладбище»). Шевле. Эккей, Торă пиллесен, апат хăйех топнать-мĕн! || Так понукают плохо идущую лошадь. Шурут-Н.

Экрем

назв. дер. ц. Козм. у. Б. Олг. Ĕлĕк-авал осал туса порнса Торхантай торрине Экремре пĕр çын. В старое время один человек в . . . . . портал людей при помощи киремети Торхантай торри.

Ел кӳлли

(к̚ ’ӳл’л’и), то же, что Ел-кӳл хыçă пусси. Шевле. Тата Ел кӳллине пама путек илеç. Елкӳлли пирĕн патăртан хĕвел-анăç енче, çавăнпа о енчен çăмăр тохсан, Ел кӳллинчен тохрĕ, теç. Кĕш чох çав Ел кӳлли енчен пăрлă çăмăр, килсе, пĕтĕм посса ватса каять. Он чох вара: Ел кулли çиленнĕ, теç. Ел кӳлли ан çилентĕр, тесе, ăна путек параç. Ел-кӳлли çăмара пилне панă çод тырă пит аван полать, теç. Аттик. Пирĕн ялтан кăнтăрлапа хĕвел-анăçĕ хушшинче пĕр Ел кӳлли ятлă кӳлĕ пур. Пирĕн таврари чăвашсем çав кӳлерен çăмăр тухать, тата пăр çăвас пулсан та çавăнтан тухса çăвать, теççĕ. Çак кӳлле авалхи çынсем кашни çулах: тырă-пулă лайăх пултăр, тырă аксассăн, тырă çăмри кăларса ятăр, çĕр çăмăрсăр типсе, хăрса ан кайтăр, тырра-пулла пăр ан çаптăр, тесе, шур ĕне панă, тет. Янтик. Ел-кӳлли çынна илмес. Шевле. Карчăксĕм халь те: чӳк тунă чох, Ел кӳллинчен çăмăр тохса, тырă лайăх полатьчĕ, чӳк тума пăрахнăранпа пĕррĕ тырă лайăх полмарĕ, тесе, ӳпкелеç çамрăксене. Сред. Юм. Ел кӳлли енчен килекен çăмăр тăвăллă килет. А. Смоленск. Ел кӳлли — бездонное озеро (Цив. у., Норвашского прих.). См. Магн. 90, Макка 61°. Моркар? Ел кӳлли тытнă. Озеро Эль поразило болезнью.

еле

(повидимому, ошибка вм. елле, срв. каз.-тат. ällä), или (употр. в вопросах). Ау, 3. Кам вăл кĕпер айĕнчи, еле Ибрахим килсе ларни? Ау, 336°. Ешĕлĕн пĕр (sсг. пăр) ешĕлĕн курăнать, еле курăк, еле тĕм. Сыв пулăр, тăвансем, сыв пулăр, урăх еле курăп, еле çук.

Элекçей ырри

назв. урочища (Симб. у., Верхне-Тимерсян. вол.?). Элекçей кунĕ (к̚ун’э̆). Макка, 222. Элекçей кунĕ çуркунне пулать (17 марта). Вăл Элекçей кунĕ ак мĕнрен тухса кайнă, теççĕ. Ĕлĕк пĕр ăста пулнă, вăл яланах çынсене пулăшнă; вăл çук çынсене пулăшнă, çынсене хушăран-хушă укçа та валеçнĕ.

елĕк

(араб.); отсюда: елĕк салам пĕр салам (из непереводимой несни). Разум.

Елхерей йĕрĕхĕ

назв. йĕрĕх. Н. Седяк. Çак Елхерей йĕрĕхĕ пирĕн ялта пĕр вырăнта анчах, теççĕ. Елхерей йĕрĕхĕ темиçе пая уйăрлать: тӳр-кĕлли, пирлĕ-кĕлĕ... Елхерей йĕрĕхĕ пур вырăнта ĕлĕк Елхерей ятлă çын пурăннă пулĕ, теççĕ.

эмел

(эмэл'), средство, лекарство. Бюрг. Ку хăмăта тăхăнтарса парать. Лешсем: ак эмел! тесе тăраççĕ. IЬ. Мĕн эмел пĕлен? тесе ыйтать, тет. Чăвашсем, 13. Юмăçсем тутаракан эмелсем. Елш. Эмел пĕлмесĕрех пуймантăр (не спроста; какое-то указание на воздействие темной силы). † Ай-хай, тăванçăм, çунăтăмçăм, илсех килĕттĕм — эмел çук. Н. Карач. † Пĕр Турăçăм паман ăрăскала туртса-кăна илме эмел çук. Микуш. Атте-анне хĕвĕнче пиллĕх пур; хăй савса, хăй памасан, ыйтса илме эмел çук (= нет средства). СПВВ. ФИ. Эмел — им-çам: эмел пулсан, çисе ярăччĕ, теççĕ. Май пулсан, т.-е. если бы можно было. Бес. чув. 5. Вăл пит хытă чирленĕ те, нумайччен выртнă, час чĕрĕлме эмелĕ те пулман; ашшĕ пӳрчĕ тĕттĕм, сивĕ, нӳрлĕ пулнă. Çиме те çăкăрпа тăвар анчах пулнă. Хып. 06, № 8. Ун ăшне пĕр-пĕр вĕлермелле эмел хурса, шăшисем çӳрекен вырăнсене хураççĕ.

емен

(эмэн'), будто, словно, Кам. Враг. † Аслă та урамра юрă юрлаççĕ: емен пӳртре пекех те илтĕнет, емен чимпал сасси пек туйăнать. Н. Леб. Вун çичĕ çулта пĕр хĕр çураçрăм, çумăмра выртать емен ват çын пек. † Хĕрлĕ çыран тăмĕсем емен çĕлен пуçĕсем.

Енĕш

(Эн'э̆ш), р. Аниш (приток Волги). Миж. Эпĕр пĕр ват çынпа Енĕш хĕрне карăмăр та, лашасене кăкарса выртрăмăр.

Энтери апачĕ

«во время жнитва, часов в 5—6 вечера, или вообще во время косьбы обод между кăнтăрла и каçхи апат (пабедье)». Череп. И. Карм. Энтĕри апачĕ вăхăтĕнче = хĕвел анас умĕн пĕр сехет малтан. См. кахал апачĕ.

Энтрӳшка-касси

(ӳ, вероятно, произносится близко к у), назв. одной из прежних частей Тукас, одного из околотков д. Яншиховой. Батыревск. в. Буин. у. Энтрӳшка-касси — куçачченхи урам ячĕ. Унта пĕр пĕвевĕç вырăсĕ (siс!) пурăннă, çавăнпа Энтрӳшка-касси тенĕ.

енчен

(эн’ζ’эн’, эн’џ̌эн’), если (паче чаяния). Сир. 24. Енчен сана пĕр-пĕр синкер вăрăнас пулсассăн, вăл унта хăвăнтан малтан çитсе те тăнă, сана пулăшан пек пулса, пырса, такăнтарĕ сана. Чăв. й. н. Çав сымар çын енчен чĕрĕлсен, хай хăй каланă виçĕ пăт çăнăха та, пĕр пăт кĕрпене те леççе парать вара. Чеб. Акă, енчен юпана (смерч?) пула хăвăра çапса пăрахнă пулсан, сирĕн хыçăртан кам шырама пырасси пурччĕ. Ст. Шайм. Пĕр-пĕччен мĕскĕн пĕр тăван енчен ичелĕ пулсассăн, çавă пулĕ тĕнчен хурлăхĕ. Н. Якушк. Хĕрлĕ тиле юртать сăртсем урлă, çула тухасси инçех мар; енчен çула тухса кайсассăн, йĕрпе йĕрлесессĕн те тупас çук. || Вм. печатного «мехер» в Сир. 171 мы находим в рук. «енчен». || Также им. знач. очень редко. СТИК. Енчен пĕрре пыратăн та, унта та чалăшăн пăхаççĕ.

енчĕ-менчĕ

, неизв. слово в загадке о душе. Собр. 159°. Енчĕ-менчĕ, кленче çинче пĕр пĕрчĕ. (Чун). В Альш. есть загадка: «Ĕнчĕ-пĕнчĕ (с двумя ĕ), кĕленче çинче пĕр пĕрчĕ. (Куç.)». Выражение «ĕнчĕ-пĕнчĕ» в загадке встреч. и в Таяпа-Ентĕри.

епи

би), «бабушка». Ст. Чек. Отсюда формы; епӳ, епĕвĕ, епӳн, енĕвĕн, епĕшĕ, епĕш. В Сред. Юм. дети так называют всякую старуху. Там же: асанне аппăшĕ — епи (пĕчик ачасем калаççĕ); ôн ôпăшки — папай. Асанне йăмăкĕ ватă полсан, епи теççĕ; çамрăкрах пôлсан, аппа теççĕ: ôн ôпăшкине, ватăрах пôлсан, папай теççĕ; çамрăкрах пôлсан, йысна теççĕ. || Мать. Хорачка. Äби — мать || Повитуха. Череп., Ст. Шайм. Епи ачасене, виçĕ кăвакарçын туса, вĕçтерсе ярать. Еçп. Епи или асанне = атте амăшĕ, ее муж назыв. папай или асатте. Ст. Шайм. Кĕпер урлă каçсан, пĕр карчăк курăн; ăна епи пулма илсе ан кил; леререх кайсан, эсĕ урăх епи-карчăк курăн, çавна илсе кил, тет. Альш. Кăна епи юлтăм çавăн чух! тет (старуха). Ст. Шайм. Унта епи карчăксем пĕри те килте çук, пурте епи пулма кайнă (ушли на повиванье).

епиш-карчăк

повитуха. Календ. 03 г. Тата епиш (апăс) карчăксем (мăчаварсем) ахалех тумаççĕ, вĕсем те пĕр-ик тенке çитереççĕ. Встреч. форма род. п. епиш-карчăкăн.

эрек

(эрэк), вино. См. эрех. Пĕр-пĕринпе вăрçсан-çапăçсан та, эрек лартмасăр иртмест (не обходится).

ерет

(эрэт, эрэт’), ряд. порядок. См. ĕрет. Алдиар. Акăш-макăш чаплă тумланса çӳрет, ним еретне пĕлмесĕр. Ытти çынсенчен акăш-макăш чаплă тумланса çӳрет. Ч. С. Хамăр хыçри ерет çунать-мĕн. Альш. Хăй еречĕпе иртĕ-ха хăех ерипе (о болезни). Аттик. Вĕсем, ялăн пĕр вĕçĕнчен пуçласа, тепĕр вĕçне çитиччен, еретне пуçтарса çӳреççĕ. Альш. Эсĕ улăм айне кĕрсе вырт, шатăртаттарнăçемĕн шаларах кĕр; сурăхсем еречĕпе çисе пырĕç, тесе. калать, тет (лисица). || Оспа. Г. Т. Тимоф. Пĕрин куçне темĕскер тăрăннă е çапăннă, тепĕрин «хăй еретĕнчен пулса юлнă» (чечекрен), тата тепĕрин шывланса пиçсе тăрать. || Прозвище мужчины. Сред. Юм.

ереш

(эрэш), украшение, наряд. Сир. 12. Унăн ерешĕ ылттăн, унăн пиçиххийĕ гиацинт. Янтик. Начар çав, чăтас çук ку тутăр, ереш анчах. || Вид? Толст., III — IV, 75. Юр пĕрчи вĕçсе аннă чух, унăн нимĕн те ерешĕ-мĕнĕ те курăнмасть. Вăл пĕр-пĕр хура, сивĕ, япала çине ларсан, е тăла çине, е тир çине ларсан, унăн ерешне вара курма пулать: унта çăлтăр пеккине те, ултă кĕтесле турпас татăкĕ пеккине те куратăн вара.

эрешлентер

(эрэшл’эн’д’эр), украсить; разукраcить; причудливо украсить (Сĕт-к.). Сир. 293. Елеазар пĕр слона, тимĕр тумтирсемпе тумлантарса, эрешлентерсе пĕтернĕскере курнă та...

эрешмен

(эрэшмэн'), паук. Альш. Эрешмен çăкăр пĕрчине турă ятпе патне улăхать, тет. Потому не велят бросать крошек. Сред. Юм. Эрешмен, тор патне кайса, котне уçса кăтартать, тет: çавăнпа она вĕлерсен, хĕрĕх-те-пĕр çылăх каçать, тет. IЬ. Эрешмен вĕлерсен, хĕрĕх çылăх каçать. тет. Альш. Эрешмене велерсен çылăх каçать. Эрешмен, çăкăр пĕрчине тупсан, турă патне илсе улăхать, тет. Б. Араб. Буин. (Эти злодейки) ĕçкĕре сĕнтресем çине киремет укçи хурса хăвараççĕ, тата çынна тав туса панă чухне, сăра çине çичĕ çулхи эрешмен ярса, ĕçтереççĕ те, ăшра çĕлен пулмалла тăваççĕ. Тюрл. Эрешмен карти карсассăн, ыраш акма вăхăт çитет. Юрк. Кĕркунне çумăр хыççăн эрешменсем картисене хăмăл çине карса, уяр пулать. Сред. Юм. Эрешмен пик. Пит çинçе, начар çынна калаççĕ (о тонком и худом человеке). || Фамильное прозвище. Л. Кошки. И. Байбахт. Эрешмен Укантей (scr. Эрешмень Угандейсем у Магн. «Огандей»), «прозвание язычника». См. Магн. М. 13.

ерул

орёл (на монете). Ст. Чек. Пĕр ĕречĕ ерул енне, тепĕр ĕречĕ ришка енне йышăнать.

эрне

(эрн’э), первоначально — пятница, теперь — неделя. Изамб. Т. Мункун пĕрех эрне юлчĕ. До пасхи только неделя. Букв. Эпир тыр вырнă вăхăтра эрни-эрнипе хирте пурăнатпăр. Юрк. Эрнесерен пĕрер тапхăр (еженедельно) тухакан каçит (= хаçат). БАБ. Çĕнĕ çул миçе эрне-ши? мĕн кун пулать-ши? теççĕ. Юрк. Пĕр эрне те çук пулĕ, Магницкийрен çыру илтĕм. О сохр. здор. Çав çын вара виçĕ эрнепе ултă эрне хушшинче урать (делается бешеным). Рег. 1218. Ку эрнене кĕрсессĕн, çанталăк пит осалччĕ. Рег. 1204. Ик эрне иртне çĕрте туса çитерĕ вăл. Рег. 1185. Эрнерен сувалĕ. Виç контан тăвĕ. Ик контан кайĕ. Рег. 751. Ончол ĕçе эрнере те пĕтерймăн. Рег. 842. Ман номай ĕçĕ, эрнере пĕтерме полмĕ. Рег. 843. Ончол номай ĕçе (столь много дела) илнĕ, эрнере пĕтеримĕ. Панклеи. Каясси эрне тенĕ чох (за неделю до ухода). Курм. Эрне пуçне икĕ-виçĕ хут киремете кĕл-тăватьчĕç. Орау. Пĕр эрне пулĕ ĕнтĕ, пĕр сурăх Кăшкăрта çĕтсе çӳрет. Якей. Çăварни килет çич конлăх, ма çич эрне килмен-ши? Янтик. Эп, пичче патне кайса, пĕр-икĕ эрне пурăнас тетĕп (пурăнса килес тетĕп). Пичче патне пĕр-икĕ эрнеллĕхе каясшĕн. Орау. Пĕр эрнене яхăн вăрманта пурăнтăмăр. Юрк. Куллен эпир капла виле пуçласан, эрне хушшинче пурсăмăр та вилсе пĕтĕпĕр. Якей. Ик эрнери чăх чĕппи амăшĕнчен уйăрлимаçть. Якей. Вăл таста кайса, эрнешер çохалса порăнать (но неделе). Сред. Юм. Кăш чôхне эрни-эрнипе ӳсĕр çӳрет ô (но целым неделям). IЬ. Сôт-тунă чôхне те аваннн эрни-эрнипе килет ô: кăш чôхне парăш пит йôлать, кăш чôхне йолмас та. К. С. Чей те эрнере, уйăхра анчах ĕçнĕ (т.-е. только в некоторые недели или месяцы), аш та хĕлĕпе пĕр пăт çимен. Сред. Юм. Эп шалу кирлĕ таран эрнерен эрнене илсе пырап (каждую неделю). Скотолеч. 20. Çапла пĕр эрне хушши (с неделю) кунсерен пĕрре çуса тасатса, çу сĕрес пулать. N. Эсĕ кунта миçе эрнене килтĕн? Ты сюда на сколько недель приехал? Альш. Эрнипе ĕçеççĕ (целую неделю). Эрненĕн кунĕсем, дни недели. Альш. Эрнен хушши ултă кун, эрне ан тăр, тăванăм, пырах тăр. В. Олг. Считают дни от Пасхи до Ильина по неделям, обратно: напр.. паян çичче кĕрсе — сегодня осталось семь недель до Ильина. Так же и от Ильина дня до Покрова. Çиччĕре, саккăрта — на седьмой etc. неделе.

эрне-çĕр

вечером накануне пятницы. Аттик. См. çураçма. Аттик. Çавăнпа, çын вилсенех, пумелккине тăваччĕн, юри пасартан пĕр явăç чашăк, йăвăç курка сутăн илсе, çав чашăк çине тĕрлĕ çимĕç пĕçерсе, кашни эрне-çĕр вилле асна-асна (=асăна-асăна) хываççĕ.

эрне

(эрн’э), хорошо бы, но... Конечно. Правда. (Каз.-тат. äрiнä). Вара çавă тăлăха юлнă хуçа ачи ялтах хуйха ӳкнĕ; эрне (правда) вăлă вăл-ку çитменшăн хуйхăрман, анчах вăлă пĕччен юлнă, çавăншăн анчах хуйхăрнă вăл. Кильдиш. Епле апла эсĕ çавă чипер арăмна, ытарса, ирĕке (scr. йркĕ) пăрахса каян; эрне (конечно), каясси кайăн, анчах санăн арăмна пĕри-пĕри ерсессĕн, эсĕ вара мĕн тăва пĕлĕн? тенĕ. СТИК. Эрне пырăттăм, пыраймап: хурăн вутти хучĕç те, хурçунатма çунтарчĕç; вĕрене вутти хучĕç те, вĕр çунатма çунтарчĕç. (Говорит дикий гусь. Этот гусь был обращен в женщину и отдан замуж за сына одного человека. Вот эта молодушка приходит к ручыо за водой. Ее подруги зовут ее с собой, говоря: «Атя, Алтьук, киле, аçу килчĕ пасартан, кулачă илсе», а она говорит эти слова): к СПВВ. ПВ. Эрне, çапла та, анчах... Эрнеччĕ те çав, анчах... Конечно, это так, но... (так-то так, но...). N. Эрне шурă пӳрт хура пӳртрен хакла ларать (правда). Зап. ВНО. Эрнеччĕ те (=мало-ли что), эрне кун мар çав паян. (Изречение, указывающее на неисполнимость желаемого). То же и в Сред. Юм. Орау. Ай-ай, кăçал пĕр кĕлетлĕх явăç кăлараяс-чĕ! (срубить и вывезти из леса). — Эрнеччĕ те, ачам, те вăй çитĕ, тем-çке. Н. Лебеж. † Хĕсĕк, хĕсĕк куçлисем шăтăк виттĕр пăхаççĕ; чармак, чармак куçлисем чаршав урлă пăхаççĕ: ĕнтĕ пырам, тийеççĕ; эрне пырăр пырасса. К. С. Эрнеччĕ, çапла тăвасчĕ те, вăй çитмест. ld. Эрне апла пулĕ те вăл (может быть, и так...). Ч. С. Эрне турă мĕншĕн пире капла тунине пĕлме çук та, ваттисем юрăннă пек пурăнмалла çав, терĕ карчăк. Образцы, 43. Эрне те каймăп Нарышкина, сăрлă çунам ӳречи хуçăлчĕ. N. Эрне, çапли çапла... Правда, оно так-то так... Изванк.? Эрне çакăн пек усал ĕçсене пурте тумаççĕ те, çавах пирĕн енче ун йышши çынсем нумай çав.

этем

(эдэм, эд’эм), человек. Род человеческий. Формы род п. «этеммĕн», дат. п. «этемме» (Альш. и др.), кажется, указывают на былую ф. им. пад. этемĕ: срв. черем. аjдэмы̆. † Пире курайман этемсем хăçан кайĕç масара? N. Вĕсем, этем сăнне çухатса, ват çынна асап кăтартма тытăннă. Альш. Хай этемсем виçшер-тăватшар лав тиеççĕ те тырă, каяççĕ сутма Чĕмпĕре. Кильд. Е тата хамăра, этем ăруне, кам, çуратса, чун панă? Чăн Турă мар-и, ырă тăвансем? Сред. Юм. Этем хăй кôчĕпе сысмĕ ô. Человеку свойственно жить на широкую ногу, выше своих достатков. Сред. Юм. Этем кӳлмен поль, кô лашана! çапла çын лаша кӳлет поль-и? (запряжено не по-людски). Сред. Юм. Этемĕн тем те пôлĕ, пирĕн-çиç çôк ôлă. Сред. Юм. Этемме ним те çитмес ôна. Альш. Э, çаплатăр вĕсем, çаплатăр: питĕ ырă çынсем вĕт: çын пырсан-килсен, этем ăшне кĕменни-кăна, калаçа-калаçа вилеççĕ вара, тет хуçа арăмĕ. Альш. Çийес килмест-и, ĕçес килмест-и? тет. Этем тутă. Çисе ĕçсе тăмас (люди сыты). Ст. Чек. Этем пурăна-киле вакран вака-тухать, тет; тĕнче пĕтес умĕн çынсем пӳрне пек пулĕç, тет. Альш. Этем пурĕ пĕр: вырăс та, тутар та, чăваш та, мăкши те. Альш. Кама курнă, çавăнтан ыйтатăп, — мĕн ыйтнине этем тени калаçать. Шевле. Старйк храса таханлать этем-лаша (человека, заменяющего лошадь) орине. Юрк. Вăл (она) этем мар, есрейлĕ, шуйттан!.. ăна урăх ырă ят çук... Сĕт-к. Çав та этем çа! И он, тоже человек, ведь! N. Çуркунне шыв пит тулнипе этемсене нумайĕшне çул чарăнса тăнипе çула кайма чарăнса тăрать. Ядр. Унтан тарçă тытрăмăр, çортсам лартрăмăр; халь этем, этеме ертĕмĕр. Ядр. Кашкăр этем пек сăмах хушрĕ. Пшкрт. Эй этем, кил-халĕ конта! Ч. П. Пире курайман этемсем. Ч. И. Саманисем явăр, этем усал. БАБ. Ырă Турă çитмĕл те çичĕ тĕслĕ этем тунă. (Из заклинания). Шурăм, № 18. Ĕнтĕ хĕлле пĕтĕм çӳрекен этемех хăй патне кĕртет. Кр. расск. Унтан Турă çĕр тăпри илнĕ те, çав тăпраран этем кĕлетки тунă. БАБ. Çавăнпа та ĕнтĕ ак этемсем тырă пулмасран темĕн пек хăраççĕ. В. Олг. Чистă эс шойттан, этем мар! IЬ. Эс этем мар, эс йытăран та осал, сысна! Орау. Етеммӳ-япалу! Ну, и человек! (говорит про себя самого). N. Икĕ пуçĕнче икĕ этем, вăта çĕрĕнче çĕр этем. (Хӳме). Питуш. Çумăр айĕн кайсассăн, этемрен тохса килес полать (совсем вымочишься и загрязнишься). Ч. С. Тете çапла чĕрĕлсен, этем çапах: керемет тытнă (его), теччĕç (люди все-таки говорили, что его поразила киреметь). N. Этем çинче (среди людей) пуринчен телейлĕ. С. Эй-яй-яй! ыр этем полимăн, ачам! С. Хальхи саманта этем ырă корас çок. Истор. Вырăс çĕрне Авияран этем мурĕ (мор) килнĕ. Альш. Ку Иванăн пĕр шальçи-те çук-чĕ, халь епле этем пăхма хал çук (пышно, великолепно) туса хунă! (построил). БАБ. Çула-ха, епле-май, апла: этем ĕçлесе-туса та пулин хăйне тăранмалăх тупма пулать; хĕле кĕтĕн, çук вара. Ч. С. Юмăçăсем пĕри те: кунтан этем пулас çук, тетчĕç. Чăвйп. Вăл Микка этемме мар, вылăха та пит ăста йăпатма пĕлнĕ. † Саманисем йăвăр, этем усал, эпĕр еменнине кам йĕрес? N. Шуйттан ачи кăна курать та: эй, этем тус, тархашшăн ан пер! тесе, йăлăнма тытăнчĕ, тет. Артюшк. Этем ачи, дитя человека (в противоположность шуйттан ачи). Якей. Этем. Она этем каламалла мар пытарнă. Его похоронили с пышностью. Алекс. Нев. Çав вăхăтрах хĕрне те этем пăхма çук (пышные) хаклă йышши тумсем тумлантарнă. N. Этем пухăнса çитсессĕн, этем чĕлхипе калаçа пуçларĕç, тет. Шурăм. 13. Эсĕ этем-и, этем мар-и? — кала! Вурмандеево. Çавăн чухне пĕтĕм ял кĕрлесе тăрать. Этем чунĕ хĕпĕртет (в праздник). И. Яндоуши. Этем нумай та, çын сахал. Людей много, но мало настоящих. Трхбл. Этемме ӳкнĕ чухне тапта. Эта пословица, продик тованная разочарованием, говорит о том, что сколько бы мы ни делали добра людям, они всегда отплатят нам неблагодарностью, а потому и не заслуживают сочувствия.

еттен

(эттэн'), о, если бы! Череп. Еттен çапла пулсанччĕ. Ах, если бы было так! Кошки. Кĕпер çинче виç нухрат, еттен пĕрне илесчĕ; çакă ялта виç савни, еттен пĕрне каясчĕ! N. Ах, еттен, ку шăши ман хĕр пулайĕнчĕ! тенĕ. СТИК. Мĕншĕн çапла пулман-ши! тенĕ чухне: еттен.... теççĕ. — Пĕр ухмахрах çын çинчен пирĕн акă мĕнле сăмах пур. Пĕрре ухмах Илюш пуян патне кĕнĕ, тет. Пуян кăна икерчĕ çиме лартрĕ, тет. Илюшран кулкаласа, мăшкăлласа хытланнă пек, пуян кăна икерччине çулă туса çитерет, тет. Илюш çирĕ-çирĕ, тет, те, тăранчĕ, тет. Икерччине тем пек тата çийĕччĕ, тет — тăраннă. — Хырăм тутă, куç выçă, еттен ик хырăм, тесе ларат, тет. Еттен ик хырăм, тени вăл мĕншĕн икĕ хырăм мар-ши! тени пулать (что бы мне иметь два живота!)

эх

(эх'), восклицание. Букв. 1904. Эх, чĕрем! пĕртен-пĕр ывăлăма та пĕчĕккĕллех хура тăпра айне, кайса, пытармалла пултăм-ĕçке. Букварь, 1904. Эх, шеремет, юлашки ануна та сутса, ятăн-çке! Шемшер. Эх, ква кут, кăвакут, сана йĕвенсĕр тытас çок; савни ачи сар ачи Тор çырмасăр пырас çок. (Хĕр йĕрри). Могонин. Эх, киремет! эсĕ, ман хута кĕрсе, çав çынна сăян ту, эпĕ сана хăçан та полин чӳк тăвăп, тесе, киремете сулса хăварнă вара. Альш. Эх, аттеçĕм-аннеçĕм. (Из «Хĕр йĕрри»). Орау. Чиперех пыраттăмччĕ; пĕр мулкач йăрантан сикрĕ-тухрĕ те, эх, вĕçтерет çав!... Хам шартах сикрĕм.

-ех

(-эх'), афф. ограничения, усиления или отождествления; тоже, что -ах. Орау. Ăна эпĕ пыричченех (еще до моего прихода) велернĕччĕ. IЬ. Ăна эпĕ киличченех çĕмĕрнĕччĕ. IЬ. Вăл эпĕ килнĕ чухне те çĕмĕрĕкех выртаччĕ. Орау. Пыл темскерех мар-çке (не Бог знает что), ан вăрçăр, пурне те çитĕ. Орау. Путлĕн мĕн чухлех панине пĕлместĕп. Не знаю толком, сколько именно дали. Орау. Мĕнпех (чем именно) çапнă-ши вăл ăна? — пĕлесчĕ. Здесь «-ех» указывает на сильное желание узнать. Орау. Лашине çĕр тенкĕ панă, тет. — Тем, ун чухлех (так много) янă-ши вара. Орау. Ĕçĕ мĕскерле пулнă-ши? — Мĕскерлех (как именно) пулнине пĕлместĕп. IЬ. Паяррăн мĕллех пулнине пĕлместĕп. Не знаю точно, как именно это произошло. IЬ. Кулине пуян ывăлне кайнă та, такăшех пулнă: пуçне каçăртса иртсе карĕ, çавăрнса та пăхмарĕ. IЬ. Ку стаккан ĕнерех çĕмĕрлнĕччĕ. IЬ. Тутарла калаçнине ăнлас пулсан (чтобы понимать), тутарла пĕлесех пулать çав (надо непременно знать). Кумарка. Ялта пĕчĕкрех ачасем кунĕпех çыма кĕмесĕр выляса чупса çӳреççĕ. Сред. Юм. Элекçеех (не кто иной, как А.) пĕтерчĕ мана; вăл полман полсассăн, эп аванах порăнаттăм... Тата çынсем те пит пôтарчĕç. Истор. (№ 37). Вăл: поляксене çĕнтернĕ пекех вырăссене те çăмăл çĕнтерĕп, тесе шухăшланă. Истор. (№ 37). Наполеон: тинех (вот теперь-то) вăрçатпăр ĕнтĕ, тесе, темĕн пек хĕпĕртенĕ. М. Тюм. Çимĕк кунне ирех (совсем рано) ваттисем чиркĕве кайса пĕтеççĕ. Илебар. Халăх сурать — кӳл тăвать, пĕр çын сурать — типсех пырать. Цив. Вăл, эпир лашасене тытма пуçличченех, пĕр лашине тытса, тепĕрне тытăнкĕ. Сюг.-Яуш. Вăл ырă этемех-ши? Вăл этемренех çуралнă-ши? IЬ. Хваттир инçе мар пулсан, тăлăп кирлех те мар (не очень нужен) пулĕ. Рег. 209. Эп ончченех (до тех самых пор) тăхтам. N. Хапхаран кĕрсессĕнех (как только вошел), эпĕ лупас айĕнче икĕ çын хăма саваласа тăнине куртăм. Собр. 265°. Эсех (только ты или: уж ты)... пуян, çăварна каран та ларан. (Укçа хутаççи). Орау. Вăлне вăлах та (он-то положительно он), урăх никам та мар та, ахал, каламаçть. IЬ. Эсне эсех-çке (ты-то, разумеется, положительно ты) те, тулĕк ахаль, каламастăн. N. Пулă çавăн пекех кĕрет. Н. Полорусс. Эп вырăн тупичченех (до тех самых пор, пока) кунта пурăнан. IЬ. Эп, вырăн тупиччен, кунтах (здесь же, все здесь) пурăнан (буду жить). Орау. Темех (невесть что) ĕçтерсе çитармаççĕ пуль-ха вăсам та. IЬ. Темех курнă вăсене, вĕсем умĕнчен каймасăр, унтах ташласа тăрать. Не знаю, почему они уж очень ему дороги (милы) — расстаться не может, все перед ними кривляется («пляшет»). Орау. Хăшех (кто именно) капла вăрттăн нӳхрепĕн-масарăн сĕтĕрĕнсе çӳрет-ши? Урине çапса хуçăттăм мура — сĕт хăймине çиса тухнă. Здесь «-ех» указыв. на страстное желание узнать вора. Орау. Пĕлмессе пĕлместĕнех (действительво не знаешь) пулмалла, çав ахаль, сăмах çукран сăмах калаççа ларан. N. Халĕ кунта Варшаври пекех хĕнех мар (не очень трудно). Скотолеч. 31. Çак чирех, именно эту болезнь. Дик. Леб. 46. Акă патша Елиса çывăракан пӳлĕм çумĕнчиех пĕр пĕчĕкçĕ пӳлĕмĕн алăкне уçса ярать. Цив. Пирĕнтен инçех мар (не очень далеко), тăватă çухрăмра, пĕр чăваш ячĕ пур, Тенел. Курм. Юр айĕнчен тухнă кальчасем, курăксем хĕвел ăшшипе симĕсленех (постененно все) пыраççĕ. Изамб. Т. Исампалĕнче мĕн пурĕ хĕрĕхех (только сорок) кил. Ходары. Хутте вăлсемшĕн пулсан çурхи шыв тапраннă пултăр, çаплах, аеанланкаласа мĕнле те пулин пĕр вуншар хула та пулин касса килеççĕ, килеççех (все-таки срубят и принесут, для совершения обряда «вирĕм»). Ч. С. Ку асатте хăçан (когда же) вилех, выляма та ирĕк памасть. Бес. о земл. Ĕçе — вĕренемех! (ненременно выучусь) тесен, çын вĕренет. N. Урăх вара нимĕн ĕçех те çук. Никакой другой особенной работы нет. Нимех те çук унта. Там ничего особенного нет. Сред. Юм. Мĕнех кирлĕ пôлчĕ-ши сана! Что тебе было надо! (гов. человеку, некстати сделавшему что-нибудь). Шурăм. № 6. Итлесех тăрас килет. Так и хочется слушать. Яланах: пăртак тăрам-ха, тăрам, тесех (всё откладывал и...), вăхăта ку таранччен ирттерсе ятăм. Рег. 1360. Вăл тытĕ тытех (непременно). Йоман ытти явăçран çирĕп-çирĕпех (положительно крепче). Рег. 236. Ĕçлекенех никам та çок халь конта («-ех» здесь только смягчает выражение; по мнению других, его след. перевести с.товом «особенно»). N. Урăх паллă ятлă çырмасемех çук. Других особенио известных оврагов нет. (По мнению Н. И. Полоруссова, «-ех» здесь только смягчает выражение). Орау. Еплех хăтланнине (или епле хăтланнинех) куримарăм çав, айăн-çийăн çавăрнса пĕтрĕç те. Рег. 1344. Он пусăкăшех çок конта. Совсем равных ему по величине здесь нет. Рег. 1357. Турĕ-турех (все-таки). Тумарĕ-тумарех. Правильность этих оборотов подтверждает и Н. И. Подоруссов. Рег. 1338. Çимĕкренпех (е самого семика) сумар выртать. Çомăр хыççăнах (тотчас после дождя) кайрĕ. Рег. 235. Илтсенех (илтсеснех) каларăм. Календ. 1910. Ăслă француз «Ити» шутласа илнĕ те, пĕр кĕске çиçĕмех 17 çухрăм тухнă.

Ехеппер

(эh’эппэр) назв. божества. Так будто бы называется «Туррăн амăшĕ» (мать Бога). Из араб. Аллаh äкбäр? Нюш-к. Кивялта пĕр Рикка ятлă çын пулнă. Вăл питĕ пысăкчĕ, пӳртре пăрăç урлă пăхаччĕ, тет. Рикка: туррăн амăшĕ Ехеппер, тесе калаччĕ, тет.

ехехе

(эh’эh’э), а, вон как! Пĕр çын мунча хыçне тула тухнă. Ăна мăк кансĕрленĕ. Ех-хе-хе! (так написано) Качакана калам-ха! Качака, çак мăка çи, тенĕ.

ыйăх çавăр

проспать часть ночи и проснуться, как бы завершив некоторый отдельный период сна. Б. Янгильд. Пĕр ыйăхшер çавăрсан, çаксем: часрах каяс, тесе, вăраннă. М. Шевле. Тотар хĕртет ыйăха! — хĕртĕн онта, пыр-торт-ха. Татарин знай собе дрыхнет! — будошь дрыхнуть, повози-ка! Аттик. Çапла (çĕр каçа) ыйăх çавăрмасăр каçаç. Шорк. Ыйхине аран ятать. Ему очень хочется спать: ему трудно не заснуть. Орау. Ыйăх пусса, выртса, çывăрнă. Их одолела дремота, и они легли и уснули.

ыйт

(ыjт), спрашивать; просить. Д. Бюрг. Эпĕ сантан пĕр сăмах ыйтас тенĕччĕ (= хочу спросить). Кратк. расск. 11. Атте ыйтас-тăвас пулсассан: пĕр-пĕр тискер каяк-мĕн çисе янă пулĕ, тийĕпĕр. Истор. № 37, З5. Вăл пур япалана та пĕлесшĕн пулнă, ыйтмасар-тумасăр, куçпа лайăх пăхмасăр нимĕскере те хăварман. Юрк. Хăйсенĕн пуçлăхĕ патне киле яма ыйтма пырать. Юрк. Унтан кивçен нĕр çурта ыйтса илет те, çав турăш умне çутса лартать. Орау. Паян манран уччиттĕл сатач ыйтрĕ (или: сатач тутарчĕ). Орау. Паян манран пачăшкă З. Б. ыйтрĕ. Сред. Юм. Ыйтса-туса тăмарăм. Не спрашивал, не стал спрашивать. Сред. Юм. ôна çынтан ыйтмастăн. Об этом не станешь спрашивать других (иногда говорится и с иронией). Юрк. Тинкĕле çăва ыйтарах парать (требует больше масла). Мар. Ег. Мĕншĕн св. арăмăн ятне ыйтса пĕлтрĕм? (не спросил). Альш. Эп санран ыйтăп, эс мана каласа пар (или: пыр, если вопросы будут чередоваться с ответами). Толст. Эпĕ хам ĕçпе каятăп, манран ыйтмалăхĕ те çук (меня нечего и спрашивать). N. Ку хĕр-юмăç (девка-ёмзя) çемесенчен пилĕк пуслăх укçа ыйтса илчĕ те (выпросила), укçа çине пăхса каларĕ. || Ыйтса каяс (уйти, получив отпуск). Трхбл. Эй ами! — Ыйтсан, пами? (Шутка).

ыйткала

(ыjткала), спрашивать неоднократно. Просить милостыню. Чебокс. Кайран атте ачасенчен ыйткаларĕ, анчах пĕри те: вăл вăрланă, тесе, калакан çук. || БАБ. Çав вăхăтра пирĕн патра пĕр арçын ыйткалакан пычĕ. Сред. Юм. Ыйткаласа çӳреттĕмĕр те.... (Ыйткаласа çӳрекенсем çапла каласа ыйтаççĕ).

ывăл

(ывы̆л, в некот.. гов. ивы̆л), дитя мужеского пола. Сын. Изванк. Иногда ывăл, сохраняя свое значение, переводится по-русски словом брат. К.-Кушки. Сирĕн миçе ывăл? Сколько вас братьев? (т. е. сколько у ваших родителей сыновей?). См. хĕр. Хĕр пĕре çуралсан, ывăл иккĕ çуралтăр. (Из моленья). Кратк. расск. Çапла Адамя Ева икĕ ывăлтан пĕр ывăлсăрах тăрса юлнă. Н. Карм. Икĕ ывăлăм (два моих сына) çырăва вĕренеççĕ. Ракова. Ывăл хăрах куçлă, тарçă сĕм-суккăр. Сын, не заботится о олагосостоянии своего дома, а работник еще хуже. О заступлении, 10. Арăмĕ икĕ ывăл йĕкĕреш çуратса пани çинчен пĕлтерет. N. Вĕсенĕн кашнийĕн ачасем пулнă: ывăл та пулнă, хĕр те пулнă. Букв. 1904. Самук вăл пирĕн (в нашей семье) пĕртен-пĕр ывăлччĕ. (единственный сын). Сир. 102. Унăн çичĕ ывăл, виçĕ хĕр пулнă. Абыз. Манпа пĕр тăван виçĕ ывăл, три моих родных брата. Б. 13. Санран аслă ывăлсем е хĕрсем пур-и? (т.-е. братья и сестры). Юрк. Эпир иксĕмĕр, тата аттепе пĕр тăван ывăлĕ, пичче, (двоюродный брат, старше меня) çапла виççĕн чей ĕçме трахтире кайрăмăр. || Название младших братьев мужа, за неключением первого из них, которого сноха зовет «ывăлсем». Прочие называются: 1) чипер ивăл, 2) вăталăх ивăл, З) сарă ивăл, 4) хура ивăл (это название кажетея сомнительным, ибо «хура» имеет у чуваш не совсем хорошее значение), 5) шур ивăл, 6) кĕçĕн ивăл. Их жены назыв. кин. В Альш. первого из младш. деверьев сноха называет так же — ывăлсем; для прочих там имеются назв.: 1) вăталăх ывăл, 2) кĕçнивăл (= кĕçĕн ывăл), З) пĕчĕкçĕ ывăл. || Так же назв. других родственников мужа, моложе его возрастом; ири этом получаются, путем прибавления некоторых эпитетов, след. названия: чипер ывăл, сарă ывăл, шурă ывăл. Альш. [Одна женшина из Альш. утверждала, но не категорически, что назв. «шурă ывăл» нет; назв. же «хура ывăл» (см. выше) она признавала совсем ошибочным. Впрочем, разные говоры могут здесь и не сходиться]. Ст. Чек. Вăталăх ывăл, кĕçĕн ывăл (кĕçн-ывăл), пĕчĕкçĕ ывăл (пĕчĕк-çывăл). Ăратнерисене: сар ывăл — сарăрах пулсан, чипер ывăл — хурарах пусан, калаççĕ (название неродных братьев мужа). Буинск. Шурă ывăл, сарă ывăл. См. пултăр. || «Ывăлуна» вм. «ывăлна» употреблено в Кратк. расск., 9.

ывăл-хĕр

дети обоего пола; сыновья и дочери. Менча. Айван ывăл-хĕре пире хапăл ту, ырă Туррăм! (Из моленья). † Аçаран-амаран пĕр ывăл-хĕр (единственное дитя у родителей), кама Турă; çырна - вăл илĕ.

ывăсă

то же, что ывăс. Хĕн-хур. Çапах та пĕр-пĕр япала: е чашкă, е ывăсă, е çĕçĕ, е кашăк-мĕн хуçăлсан, çĕмĕрĕлсен, çухалсан-тусан, Анушах аяпланă. Охотн. Говядину крошат у нась на дерев. дощечке, так называемом ывыс, с ручкой. Ывысь — по русскому выговору, а по чувашскому — ывăсă. Ст. Яха-к. Хуран ывăсси.

ывăç

(ывы̆с'), кисть руки. П. У. Горсть. Абыз. Пĕр ывăç ушшă, горсть ключей. Орау. Пĕр çĕре кĕрсе лартăмăр та, çырлана ывăçи-ывăçипе çиятнăр (едим цел. горстями). || Количество зерен хлеба, захватываемого сеятелем в горсть. Т. VI. 56. Кунтăкпа акнă чухне кунтăк перекетне пар, тет, Турă амăшĕ! Ывăçланă чухне (в горсть), ывăç перекетне пар, тет, Турă амăшĕ! Т. VI. 57. Е тата тырă вырма пуçлăпăр: ывăç вырсан, ывăç перекетне пар, тет.

ывçăла

тоже, что ывăçла. N. Эпĕ чăнах та пĕр ырçа патне чупса карăм та, ывçăн ывçăласа илтĕм çанăх. Ала. 55 об.

ывтăн

(ывды̆н), то же, что ывăтăн. Ч. С. Çĕлĕкĕ хăйĕнчен пĕр хăлаç пулĕ ывтăнса кайнă (была отброшена: об убитом громом).

ылмаштар

чередовать. Сборн. по мед. Ачана ĕмĕртес пулсан, кăкăра ылмаштарса парас пулать (т.-е. то один сосок, то другой). Изамб. Т., 44. Çапла тек ура пуссине ылмаштарса ăсине (челнок) пĕр енчен тенĕр енне каçараççĕ. || Перемешивать. Изамб. Т. Пĕри алăк патĕнче, куçне хупласа, тăрать, тепĕри тиркĕ айĕнчи кăмăрăка, тăвара, çăнăха ылмаштарать (перемешивает, чтобы нельзя было узнать, где что находится). Орау. Япаласене ан ылмаштар, çаплах вырттăр; кайран камăн хăшне пĕлеймăпăр — ытла иккĕште пĕр пек. Сред. Юм. Амма нит ылмаштарса хорса пĕтернĕ эсĕ? Епле харпăр-хăйĕнне шыраса тôпмалла конта? || Сред. Юм. Куçне тепĕр пăхаймас вит ôлă, ылмаштарса-çиç пăхать (т.-е. косит). Сред. Юм. Ман халь, саççим куç-пуç ылмашса кайнă, пăха та пĕлмелле мар («разбежались; рябит в глазах; глаза перестали видеть ясно, м. б. и навсегда»).

ылтăм

(ылды̆м), золото. Золотая монета. Курм., Пшкрт, Б. Олг., Якей. и др. Б. Олг. Малтан мочин улне çырса хотла вĕренме, мочи шеллерĕ она памашкăн, пĕр ылтăм парса, çалса йолчĕ. С. Ишаки. Килет киле, ылтăмсене кларса тăкрĕ, тет.

ылттăн

(ылтты̆н), золото, золотая монета. Бюрг., Альш. и мн. др. говоры анатри. † Сборн. Утçăм лайăх, тесе, çула ан тух, сар ылттăн пек пуçна çухатăн. Орау. Ылттăн шыраттаракан хуçасем (золотопромышленники) кăçал ĕçлекенсене хак сахал параç, тит. N. Тăмана асăнмалăх кале (?) ылттăнпа кĕмĕлĕн сысакан сурăх парса ячĕ, тет. Н. Леб. Ак йĕр, хĕрĕм, виçĕ арча ылтăнăмран (чит. ылттăнăмран?) пĕр арчи халал. Сред. Юм. Кô тенкĕ ылттăн шыв çине чикнĕ, çавăнпа хĕрлĕ сăнлă ô. Эта монета вызолочена, поэтому и имеет красноватый цвет. Чув. Сборн. I, 50. † Ылттăн (scr . ылтăн) икел тĕшшиччĕ, кĕмĕл укçан çуттиччĕ, аннен савнă хĕрĕччĕ. (Из «хĕр йĕрри»). Шайм. Умри савнă тусăмшăн йĕре-йĕре ик ылтăн (ita scr) пек куçăма пĕтертĕм. || Ылттăн — «золотая рота» (босяки). Сред. Юм. || Ылттăн — челов. экскременты. IЬ.

ыра

(ыра), паз. «Закрой потолка и в раме шпунт» (Мысл.). Сред. Юм. Хӳме тытнă чухне, хӳме юпине хӳме йывçисене картса кӳртсе лартмалла пôлтăр, тесе, икĕ енчен те варак тăваççĕ, çав вараксене ыра теççĕ. О сохр. зд. 89. Çавăнпа кирек хăш пӳртре те тикĕс мар вырăнсене, ырасене, пĕрене çурăксене темĕн чухле тусан ларса тулать. Изамб. Т. Ыран юпа ырамалла. IЬ. Ырана (в паз) кӳртсе лартнă. IЬ. Ыраран тухнă. О сохр. зд. Ырари мăксем хушшинче, пĕрене çурăксем хушшинче тĕрлĕ ирсĕр япаласем пурăнаççĕ. Н. Карм. † Чӳречĕр пĕр çинче, ырăр çинче сар пурçăн хутăри хут çинче. Вута-б. «Ыра — пазь у матки и у других вещей; бывает у столбов и пр;» Требе. И. Симб. 06, 5З. Ыра (паз в доске). Хорачка. Ыра кăларас полать — надо сделать («вынуть») паз, Н. Карм. Чӳрече ыри — паз окна.

ыран

(ыран), завтра. Орау. Ыран кил, вара туя çĕн атăпа каян. (Иносказательное выражение?). Юрк. Ку çăмăлăрпа (по этому делу) эсир ман патма ыран килĕр. N. Паян тутă-тăк, ыран-хишĕл ан хуйхăр: ыран урлă çĕр пур, теççĕ (т.-е. до завтра еще остается целая ночь). Завражн. Сорхори ыран полать тенĕ чох тин (только накануне) киле тохса карăмăр. IЬ. Сорхори ыран полать тенĕ кон киле çитрĕмĕр. Изамб. Т. Ыран вырма каяс тенĕ чухне (накануне жатвы). Ыран туй пулас, тенĕ чухне (накануне свадьбы), аякри хурăнташĕсем килеççĕ. Рег. 1183. Ыранпа паян (сегодня и завтра) ĕçлĕпĕр. Чист. Раштав ыран тесен (накануне Рождества), каççине кĕлле каяççĕ. Пухтел. Ыран мар, пĕр куна, после завтра. К.-Кушки. Кăçал пирĕн ут çулма Питравкка ыран тесен (накануне Петрова дня) тухрĕç.

ырат

(ырат), болеть. Шайм. Çав тĕлте (= тогда) манăн куç пĕр эрнеччен ыратса тăчĕ те тӳрленчĕ. Панклеи. Сан халь ыратакан пор-и? (болить ди что?)... Халь, ман ним ыратакан та çок. Орау. Ыратса каятче, кайран ыратмаçть. Заболит, а потом перестанет. IЬ. Çăтнă чухне (при глотании), темскерле хăлхаран ыратса каять. . Пуç тирĕсем веç ыратакан пулнă. IЬ. Тĕттĕмре ан вула, куçă ыратакан пулĕ (ырата пуçлĕ, ыратĕ, ыратма тытăнĕ). Не читай в темноте, глаза заболять. Якей. Ман теме пилĕк ыратса килч. У меня что-то вступило в поясницу. Рег. 720. Шу çĕкленĕрен (вăл шăва çĕкленĕрен) хол-поççи ыратать. О сохр. зд. Çăвар вăл яланах таса тăмасть: ăçта шăл ыратать, ăçта урăх ыратакансем пулаççĕ. КС. Пуç çурăлас пек ыратать. Страшно болит голова («готова треснуть»). КС. Шăл сурса ыратать, çапан кĕçĕтсе ыратать. Зубы при боли ноют, а чирей — чешется. Л. Кошки. Ыратман пуçа тимĕр тукмак. В здоровую голову железная колотушка. (Послов.) Л. Кошки. Орау. Ыратман пуçа юман чукмар. (Послов.). Сĕт-к. Ыратин та тортса кларас полать. Нужно вытащить, хотя и больно. Сĕт-к. Ыратин-ке! Что-ж, пуçкай болить! Сĕт-к. Ыраттăр та. Пускай и болигь. Яккей. Ыратакантан пĕкĕ пек кокăрăлнă. От боли изогнулся в дугу. Орау. Ура шăмă варринчен ыратать. Нога болит в кости (домота в костях). Юрк. Ыратсан, эсĕ ăна мĕнле тӳрлетĕн? тет.

ыраттар

понуд. гл., произв. от ырат. О сохр. зд. 55. Ăна (её) çисен, усси пĕртте çук, пĕр вара анчах ыраттарса тăрать. Толст. Ыраттармарăн-и? Не ушибся-ли? Орау. Мĕнне ыраттартăн эсĕ? Что ушиб ты? || В перен. знач. Изамб. Т. Ай-ай, ул çук япалашăн (за пустяк) ултă-çичĕ тенкĕ парасси ыраттарат! (не очень-то приятно).

ырă

(ыры̆), добрый, хороший, превосходный, отличный; здоровый; милый. Почтенный. Святой. Ист. 65. Çын, ырра курсан, ырă чап сарать, усала курсан, усал чап сарать. Псалт. ЗЗ9. Астивсе пăхăр, Турă ыррине курăр. Тороп-к. Пăть-пăлтĕк потене, ыр çарана йоратать. Альш. Ырă ут çине ларакан ырман, тет; çĕнĕ кĕрĕк тăхăнан шăнман, тет. Пазух. Ыр ут утланакан та, ай, ырман, тет; ыр тумтир тăхăнакан та, ай, шăнман, тет. Юрк. † Ырă ут çине ларакан ырман. Юрк. Ытла ырă пулĕччĕ, ун вырăнне Магницкие кӳртсе лартсан. Янг. К. Мана сĕт ырă мар, мне молоко не идет (сказал человек, которого прошиб понос). Сĕт-к. Ыр ят (добрую славу) сарса çӳрет. † Йĕри-тавра йыснисем! Хаяр сонсах ан ярăр, ыр кон-çолне халалăр. (= халаллăр). N. Сан ырă (почтенное) çыруна иккĕ [илтĕм]. Юрк. Ку тĕрлĕ аслă пăраçникре те çынна ырă сăмах кала пĕлмеççĕ. Юрк. Епле хăйсем пуйни çинчен тĕрлĕ ырă хыпарсем сарма тăрăшаççĕ. N. Турă ăна (ей) вилсессĕн те, ырă вырăн патăр, çутă çĕре кӳртсе вырнаçтартăр, тет. † Ырă шĕшкĕ пек тантăшсем пурччĕ, ырă хулă пек ямăксем пурччĕ, — тăрса юлчĕç, ай, курăнать! Полт. 56. Ырă сехет çывхарать. Полт. 50. Ачашлакан ыр куçа астумасăр вăл ларать. † Çак хăта-тăхлачă ыр пулсассăн, пире килме-кайма пит лайăх. Эльборус. Хăш енчен шăршласа пăхан, çав енчен тĕрлĕ ырă шăрш килет. † Ах, хĕрес аннеçĕм, аттеçĕм, хаяр сонсах ан ярăр, ыр халапне парса ярăр! (т.-е. пожелайте добра, благословите). N. Святой апостол Павел çирнă ырă кĕнеке çинче. N. Арăмĕ каланă: веç санăн ырă апу ылтăн тарилккене çапса çĕмĕрчĕ и çитерекен лашана чиксе вĕлерчĕ, тенĕ. Собр. З82°. Ялтан яла шыраса ялăн ыри (лучшие из деревень) кунта-мĕн; хĕртен хĕре шыраса хĕрĕн ыри (надо: ырри?) кунта-мĕн. Ала, 7. Ну, ăвăлăм, эсĕ манăн сăмаха итлесессĕн, ырă тăнлă çын пулăн. Чăвйп. Эпĕ ырра хирĕç ырă, усала хирĕç усал, тенĕ. Сказк. и пред. 18. Сывлăш ырă ыйхинчен вăранма та пуçларĕ. N. Ырă сывлăш, кисе, туртса кăларинччĕ, тесе калать, тет. N. Ырри çухатнă, усалли кӳнĕ теççĕ. (Послов.). Чхйп. Кĕтӳç хăй кĕтӳне вăй çитнĕ таран ырă пăхсан, кĕтӳри выльăхсам та ырă, аван, мăнтăр юлаççĕ. Никит. † Курăк ыри — çырла çеçки (лучшая из трав — ягодный куст), çырли ларать хĕп-хĕрлĕ. Ст. Ганьк. Ырă сехет тĕлне ту. Fac, ut faustam jffendamus hôram, h. e., ut ôppôrtunum tempus nanciscamur. Якей. Хĕрĕн ырри конта-мĕн. Оказывается, лучшие девицы — здесь. Юрк. † Усал çумне выртаччен ырă (так напис.) ури вĕçне вырт. † Ĕçкĕ ĕçме лайăх ырă куç. Ватта ырра хур. Старого уважай. Бюрг. Кун кунлама патăр, çĕр çĕрлеме патăр; каçхине каçах пултăр, ирхине ырах пултăр. (Из обр. «тĕтĕрни»; Сала 345°). Сред. Юм. Кĕçĕллĕ çынна мунчара çапăннă чôхне ыррăн туянать (бывает приятно). N. Эпĕ халĕ турă пулăшнипе ырă-сывă пурăнатăп. (Из письма). † Усал çумне выртиччен ыррăн ури вĕçне вырт. Чем ложиться рядом с злым, лучше лечь в ногах у доброго. Альш. Атте-анне килĕнче мĕскер пур? — Ырă улпутран ырă тетем пур, ырă (почтенная) пикерен ырă инкем пур. Ырă вут ами, почтенная мать огня. См. Ашапатман. Т., VI, 22. Б. Бур. † Пули-пулми çынпала çула ан тух, ырă (почтенный) улпут пек пуçна çухатма. Сикт. Пӳртре пурте: ырă чӳккелĕ хапăл илтĕр; чӳк çырлах! тесе, пурте, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ун хыççăн пурте: ырă чӳк-кĕлĕ пӳлĕхçĕ, хапăл ил! тесе, ӳксе, пуççапаççĕ. IЬ. Ырă чӳк-кĕлĕ хапăл ил, тытнă-тунине çырлах, тет те, вара ачасене çиме хушать. Магн. 1. Ырă киремет. IЬ. Туйеккинче хурăн çырли; татрăмăр та çирăмăр, ырă хурăнташшенчен уйăрăлтăмăр. (Из солд. песни). † Ырă Мускав пек ялăм пур, ялăм çинчен куç каймаçть. Л. Кошки. Пĕлни пур, пĕлменни пур: ырă чӳк-кĕлĕ, хуш курса, хапăл ил! (Из моленья). СПВВ. Ырă пӳлĕх. Альш. Ах, тантăшçăм Люпун! — çын-çын урлă курăнать! çын-çын урлă курăнсан та, ырă пикенĕн курăнан. Альш.? ЬIрă кĕллĕм вырăнаçтăр. Да будет принята моя чистая молитва. Ой-к. † Çыр хĕринче çĕр çырли; татрăмăр та çирăмăр, ыр çĕр-шывран уйăрлтăмăр (расстались с святою родиною). || Ырă скорее указывает на нравственные свойства или на высокие качества, лежащие в самой природе предмета; аван и лайăх этого оттенка не имеют. Срв. «ырă кăмăлăм», но: «лайăх чĕлхе-çăварăм». || Добро. Макка, 10°. Вăрçă хушшине ырă кĕмес. (Послов.). Ырра курсан, ырă пулать; усала курсан, усал пулать, теççĕ. (Послов.). Ырă тунине манакан çын — неблагодарный. Усал-тĕсел тулалла, ырри шалалла. Так произносят, когда поят больного наговоренною водою, совершая «ăш ыратсан, вĕрекен кĕле». N. Пирĕн тутарсемпе, тухса, çапăçнинчен ырри пулас çук ĕнтĕ. 1. Самое лучшее для нас, это — вступить в битву с татарами. 2. От нашей битвы с татарами положительно не будет добра. Ч. С. Çын, ырра курсан, ырă пулать, усала курсан, усал пулать, теççĕ ваттисем. Чăвйп. Кĕркка! атя кунтан тарар, кăсем ырă калаçмаççĕ (они говорят недобрые вещи; здесь — сговариваются убить). || Хорошо, по-хорошему. М. Тув. Ати-апай пур çинче ыр ĕçес те ыр çиес. Тогач. Тавай, ати, эреке, ыр ĕçес те ыр çияс. Полт. 49. Ват çын çине юратса ачашласа ыр пăхать (она). Юрк. Ĕнтĕ ырăран ырă калама тытăнать-çке. || Хорошо, что. Ч. С. Анне, ырă, аттене каласа кăтартмарĕ. || Добрый дух, доброе начало в природе, Собр. 137°. Çак тырсене акма вăрлăх кăларнă чух, ырра хирĕç ту усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). IЬ. 137. Уя тухăпăр татах ырра хирĕç, усалла тӳртĕн ту. (Из моленья). || Ырă ют, туру ют, песенная вставка, возникшая из «Ыр(ă), эй, ут, тур(ă), эй, ут»? Ч. К. † Çич хӳрелĕ хĕр куртăм, — ырă ют, туру ют! — пилĕк çыххи пилĕк сум! Анат-касси хĕрĕсем ултă хĕрĕ пĕр укçа. || Ырă пурăнăçлă, благочестивый. См. 2. ырă.

ырăлăх

мплость, щедрость, благость, доброта. Счастье. Юрк. Ялти пурăнăçăн мĕн пур ырăлăхĕ те пĕр çавă анчах. Ку çулта, çав юлашки ыралăха та пăрахса, хулана тарасшăн тăрăшатпăр-çке, тет. Требн. 9812. Сан урлă пĕтĕм тĕнче ырăлăхна тулнă. Часосл. Турă çине шанакан ырăлăх ăшĕнче пурăнĕ. Янш. † Иртет иккен çамрăк ĕмĕрсем ырăлăхпа хурлăх хушшинче. Жизнь проходит и счастливо и несчастно — счастье сменяст несчастье, и обратно. Хăтапа тăхлачăран ырăлăх (милость) пулсан, ут кăкарма парĕ-шин тетпĕр (= не позволят-ли). (Такмак). Канонник. Пур ырăлăха паракан та Есех.

ырлăх

то же что ырăлăх. Добро, имушество, достояние. НТЧ. Эпĕ: ку ырлăха мар пулĕ (не к добру), мĕн те пулса пулать пулĕ, терĕм. Б. Бур. † Ут-кăшкарăн вăрлăхĕ, хура-туллăн ырлăхĕ. Атте-аннен юрлăхĕ, тивет иккен ырлăхĕ. Н. Якушк. Эпир вылятпăр, кулатпăр ырлăх çинче ӳснĕрен (оттого что живем в довольстве). Изамб. Т. Исампаальсем: кăсем (они) ырлăха килмеççĕ ĕнтĕ, тесе, килнелле Пăла урлă каçкă. Прокоп. † Ан йĕр, тăван, татăлса, пуççăр çине ырлăх çăват-ĕçке. Юрк. Пур ырлăхне хăй курать. Собр. Ырлăхран ырман, теççĕ. (Послов.). Бюрг. † Питĕрпурăн пурлăхĕ пурте хура халăхăн ырлăхĕ; хура халăхан пурлăхĕ пурте хуратăнранăн ырлăхĕ. Байгл. Ах, ырлăхăм, ырлăхăм! Ылттăн пекех ытăнать, кĕмĕл пекех шăранать, тăхлан пекех ирĕлет. (Из плача невесты). Ч. Й. Атте-анне ырлăхĕ çинче çинçе пĕвĕме эпĕ ӳстертĕм. Н. Карм. Эй мана ырлăх тăвакан Николай Иванович! (Начало письма). Сказки и пред. 107. Ырлах çинчен юрлакан кайăк йăвине кĕрсен. Хора-к., Покр. в. Ырлăх тăваччен, шырлăх ту. (Послов.). Шевле. Он ырлăхне (благодаря ему) пĕтĕм ял çока юлнă, чӳк туса парса. Панклеи. Карчăк çăккăрсане пуçтарса хорчĕ те, старика кĕрсенех çӳçрен ярса илчĕ. Çатмарине çаппĕр-илчĕ, çаппĕр-илчĕ те, пор холĕсене хоçса пĕтерсе: çав-и сан ырçа ырлăх? çав-и сан ырçа ырлăхĕ? тесе хĕнесе орайне пăраххĕр. Макка, 13°. Хăта-тăхлач ырлăхĕ пĕтмĕ вăл. Чăвйп. З. Вăсене утă капанĕ пек ырлăх тусан та, ăна часах манаççĕ; вир пĕрчи пек хурлăх тусан, ĕмĕр манмаççĕ. Чăвйп. 36°. Леш каланă: килесее килетĕп те, эсĕ мана пĕр ырлăх каласа пар, тенĕ.

ыр-хаяр

(х̚аjар), назв. духов. Аттик. Çĕрле çӳрекен ыр-хаяр, кăнтăрла çӳрекен ыр-хаяр, çакна ĕççе-çисе кайтăр. (Из наговора против «лăп-лап). Цив. Е... ха... мĕн!!! ыр-хаяр çакланнă-çке-мĕн сана! (Из записи А. Етрухина «Чăваш чирĕ», 2) Следующий отрывок взят из не оконченной рукописи М. В. Шевле «Авалхи чăваш ялисем» (1907 г.). Авалхи чăвашсем, Христос тĕнне кĕнĕ пулин те, хăйсен тĕнне хытă тытнă, ăна халĕрех-çих пăрахнă. Авалхи чăвашсем ĕненнĕ тăрăх пĕрех турă пулман, вĕсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăршар турă пулнă. Вĕсем пурте пĕртан пулман, первайхи ушкăнрисем аслисем пулнă, иккĕмĕш ушкăнрисем кĕçĕнтереххисем, виççĕмĕш ушкăнрисем тата кĕçнерехисем пулнă, такки çапа еречĕпе пынă. Тăта кашни ушкăнра уйрăм асли пулнă, ун хыçĕнчен кĕçнерехисем пулнă. Çапа ĕнтĕ пирĕн авалхи чăвашсен турăсем тăхăр ушкăн пулнă, кашни ушкăнĕнче тăхăр турă, мĕн пурĕ 81 турă. Вĕсен хушшинче аслисем, кĕçнисем пулнине астусан, вĕсем 81-те турă пулман пулмалла, вĕсен хушшинчен нăмайĕшĕ святой пеккисем, ангел пеккисем-çих пулнă пулмалла, анчах ĕлĕкхи вавашсем вĕсене пурне те пĕрле турăсем тенĕрен, эпир те турăсем тейĕпĕр. Кашни туррăн хăй пăхса тăракан япала пулнă: Акă вĕсем: 1) Таса пĕр турă, пуринчен асли. 2) Пӳлĕхçе, пĕр турăран кĕçни. З) Тур-Амĕш. 4) Пихампар, пĕтĕм çынсене пĕлсе тăракани. 5) Хĕрлĕ-Çыр пĕртак пурнарахпа Св. Николая пĕлтернĕ, ĕлĕк тем тăвакан пулнă, паллă мар. 6) Çĕр-Йыш. 7) Çĕр-Ашшĕ. 8) Çĕр-амĕш. 9) Çĕр Сулу, çĕре сулса парсан илекени. Кама та пулин çиленсен, илĕ вăрççан, таса çĕрте вăрçнине каçар, манан (siс!) ан шыра, çавăнтан кайса шыра тесе тухса çăнăх вĕçтернĕ. Иккĕмĕш ушкăнĕ. 1) Ывăл-хĕр çуратакая турă. 2) Ывăл-хĕр çуратакан амĕш. З) Ывăл-хĕр çуратаканăн Пӳлĕхçи, тоже пĕлсе тăракани. 4) Хунхаççи (так и в черновике рукописи), ӳсен япаласене хуяаттаракани пулнă пулмалла. 5) Хумхаççи, хумхантарса лартакани. 6) Вĕри хĕвелтен сыхлакани. 7) Çил-ашшĕ. 8) Çил-амĕш. 9) Тăвăл çил çӳретекени. Виççмĕш ушкăн. 1) Тыр-пул çуратакан турă. 2) Тыр-пул çуратакан амĕш. 3) Тыр-пул çуратакан Пӳлĕхçи. 4) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан турă. 5) Выльăх-чĕрлĕх çуратакан амĕш. 6) Выльăх-чĕрлĕх çуратаканăн Пӳлĕхçи. 7) Вĕлле хурт çур такан турă. 8) Вĕлле хурт çуратакан амĕш. 9) Пӳлĕхçи. Тăваттăмĕш ушкăн. 1) Хăмла хăпартакан турă. 2) Хусанта аслă алăкра выртакан ырă. З) Сĕвере выртакан ырă. 4) Шупашкарта выртакан ырă. 5) Аслă (илĕ кив) киремет. 6) Аслă Киремет Ашшĕ. 7) Аслă киремет Амĕш. 8) Аслă киремет хаярĕ. 9) Тӳр-кĕлли. Хусанти, Сĕвери, Шупашкартн ырă, тесе, святой ӳчĕсене каланă пуль. Киремет тесе çынна тытса хутлакан турра каланă, вăл пит усал пулнă, ăна тул çăнăхĕнчен сарçупа çăрса юсман туса панă. Киремет хаярĕ, киремечĕ хушсан, пырса хутлакани пулнă. Тӳр-кĕлли тоже çавăн майли пулнă. Пиллекĕмĕш ушкăн. 1) Çĕнĕ киремет. 2) Çĕнĕ киремет ашшĕ. З) Çĕнĕ киремет амĕш. 4) Çĕнĕ киремет хаярĕ. 5) Çил çунач. 6) Çил хаяр. 7) Хĕвел ашшĕ. 8) Хĕвел амĕш. 9) Хĕвел çунач. Улттăмăш ушкăн. 1) Çĕр-шу кĕтен. 2) Уй пăхакан. З) Шыв вăтăш. 4) Итем сыхчи. 5) Хĕрт-Сурт. 6) Турă умĕнче çӳрекен. 7) Хĕрлĕ-Çыр ырри. 8) Кĕлĕ алăк умĕнче тăракан. 9) Кĕлĕ алăк уçакан. Çиччĕмĕш ушкăн. Ку ушкăнта таврари ырăсене асăннă, çавăнпа эп кунта хамăр таврари ырăсене çырап. 1) Хыçалти Аслă ырă. 2) Юнсарти ырă. 3) Шултрари ырй. 4) Уй пуçĕнчи ырă. 5) Кив масар. Кив масар тесе Йĕршер панчи, тĕне кĕмен чăвашсене чикнĕ масара калаç. Вăл масар халь те пур, унта вилнĕ çын тăпри çине лартнă тем пысăкĕш чулсем халь те мăкланса выртаç. Çав чулсем айне тухатакан çынсем, çӳçсем, кĕпе çухисем вăрттăн касса, тата урăх япаласем те пуçтарса кайса чикеç, теççĕ юмăç карчăксем. Таврари ырăсем тесе вак-твек турăсене каланă. Вĕсене парне памасăр юраман, вĕсем парне памасан çулта-йĕрте вĕсен тĕлĕнчен иртсе кайнă чух хăратса çынна чирлетме пултарнă, парне ларакана тĕрлĕ усалтан сыхланă. 6) Аслă-Вупкăн, выльăхсене пăхса тăнă. 7) Арçӳри. 8) яхăх (ярăх?), кĕсен-çăпан кăларакани пулнă, ăна воздушный (хĕрлĕ пилĕклĕ) пренĕк пăрахнă, хĕш-чух çуршар, чĕрĕкшер пуслăхсем или нухратсем парахнă. 9) Турă-Сулу, турра сулса панине илекен. Саккăрăмĕш ушкăн. 1) Чĕлпĕр тытакан. 2) Итем перекечĕ. З) Уй перекечĕ. 4) Перекет амĕш. 5) Перекет ашшĕ. 6) Перекет паракан. 7) Шултра алапа шыв ăсса килекен. Чӳк тума хур или путек пуснă. Пусас япалана малтан шыв сапса силлентернĕ, силленет пулсан, Ырă ăна пахил илнине, силленмес пулсан, пахил илменине пĕлтернĕ. Силлентерме сапакан шыва Шултра-алапа шыв ăсакани илсе пынă. 8) Тăваççи. 9) Тăтхаççи. Ку кайранхи ик ырă мĕн тăваканисем пулнине юмăç карчăксем те пĕлмеç. Тăххăрăмĕш ушкăн. Ку ушкăнти турăсем мĕн-мĕн ятлисене, вĕсем мĕн япаласене пăхса тăнисене пĕлекен çынна эп ку таранччĕн тĕл пулман-ха, çавăнпа вĕсем çинчен нимех те калама пуятараймастăп. Хам шухăшпа ку ушкăнта тĕрлĕ лăп-лапсене, кăçта килчĕ унта, пахчасенче-мĕнте пулнă йăрăхсене, киреметсене, ар-çӳрисене, ячĕсене каласа асăннă пуль, теп. Авалхи чăвашсен праçниксем те хальхисем пулман. Мун-кун та аслă кĕçнерни кун пулнă. Кашни эрнере вĕсен пĕр праçник пулнă эрне кун, хальхи вырсарни кун вырăнне. Тата чӳксем пулнă. Ак вĕсем: Тăхăр хуран, Çӳлти кĕлĕ, Вăрăм пăтă, Çич кас масарпе аснакан чӳк, Çĕнĕ-тыр-пул чӳкĕ, Хĕрт-сурт пăтти, Сăра чӳк, Вупкăн çӳк, Çăмăр чӳк. Авалхи чăвашсен хальхи поптавраш вырăнне кашни ялта, тĕрлĕ чӳк йĕркисене пĕлекен çын пулнă, ăна чăваш мулли тенĕ. Чăваш мулли ахал, çынах пулнă, ăна никам та суйламан, кам кĕлĕ-йĕркисене лайăхрах пĕлнĕ, çав мулла пулнă. Мулларан урăх, кĕлĕ йĕркисене пĕлекени юмăç карчăксем пулнă. Вĕсем çын чирлесен чӳксем тунă, арçӳрисене çакăр тураса пăрахнă, тухса киреметсене, йăрăхсене сулнă. Вĕсем уншĕн укçа е пĕр пĕр япала илнĕ. Чӳк тунă чух малтан алăка уççа, алăк'' патнелле пахса пĕтĕм турра асăннă. Мулла, калпакне хул-айне хĕстерсе, аллинче çимĕç тытса тăнă, унпа пĕрле ыттисем те хĕш чухне мĕн çимĕс те пулин тытса тăнă. Алăк патнелле пăхса кĕл туса пĕтерсен тин тур кĕтессинелле пăхса сăх сăхнă, унччен сăх сăхман.

ырçа

(ырз’а), род короба. Альш. Ырçана хупран тырă хумашкăн тăваççĕ. Сарлака, хулан хупа икĕ вĕçне пĕр çĕре туса çĕлеççĕ те пушăтпа, тĕпне те хупранах туса хураççĕ; ăна та пушăтпа çĕлеççĕ кăшкарĕ çумне. IЬ. Пĕр ырçа пула йăтнă, тет те, килет, тет. И. С. Степ. Ырçа. Орл. П, 239. Сенки малта, ырçи варĕнче, шăпăрĕ кайра. (Ĕне). Богдашк. Ача нуммаййи ырçана хупса хавар. СПВВ. Ырçа — тырă-çăнăх хумалли. Н. Леб. Ырçи шыв ĕçĕ, кăвак кăвакарчăн вăй-вылĕ. (Ĕне шыв ĕçни). || «Ырçа — сарлака катка». Щ. С.

ыт

(ыт), то же, что ывăт, ут (бросать, кидать). Ч. Й. Ытрăм ука çӳлелле, тиврĕ, тиврĕ çĕрелле. IЬ. Урама тухрăм, ухă ытрăм, сăсăллă юмана тивертрĕм. Т. П. Пăхма çăмăл, пӳрт урлă, ытса каçарас çук. (Хутпа тĕк). Карсун. Пĕр çарăкне, кăларса, шуратрăм, хупписене ытрăм хирелле. П.П.Т. Пĕр (= только) уринчипе çийĕсенчи кĕнисене анчах ытмаççĕ. (Çĕрен). Тайба. Чӳречĕрсем витĕр тура ытрăм, кăтра çӳçĕрсене турама. || Юрк. Ан кăлар тихана витерен: шăтăк витĕр пăхса, пуç ытĕ. Ч. Й. Пирĕн улма-кăвак лаша çук; пулсассăн та, пуçне ытас çук.

ыткăн

(ыткы̆н), то же, что ывăткăн. N. Кашкăр ыткăна пачĕ. Волк бросился бежать. Изамб. Т. Хĕрсем ыткăнса çӳреççĕ (ходят гоголем) IЬ. Лаша ыткăнса пырать (бежит быстро, свободно). Букв. 1904, I. Унччен те пулмасть, пĕр арăслан сиксе тухать те, ыткăнать пăлан çине. Пазух. † Сирĕн кӳлнĕ лашăр çĕмĕрт-хура, халь ыткăнĕ эпир те ларсассăн. Ст. Дув. † Ыр ут килет ыткăнса, ырă урхамах йĕрĕпе. Альш. † Ыткăнса утса пынă чух ылттăн шăрçанăн курăнаттăн (тантăшçăм). (Из «хĕр йĕрри»). Янтик Б. † Пахчи — пахчи пан улми чи тăрринчи сар улми; самай татас тенĕ чух, ыткăнайрĕ-каяйрĕ (отлетело в сторону). † Хамăр ял кĕперĕ ылттăн кĕпер, — епле ыткăнса каçам-ши? Шурăм, № 6. Никамран хăрамасăр ыткăнатăп (устремляюсь, кидаюсь). Собр. 327°. Улăхаяттăм çӳл ту çине, ыткăнаяттăм (устремился бы) уртăш йывăççи çине. Уртăш йывăççин мĕн хуйхă? Амăрт-каяк лармас, çав хуйхă. Альш. Ыткăнса утса пынă чух, ылттăн шăрçанăн курăнатăн! N. Шыв ыткăнать-кăна: çул çине мĕн лекнĕ, çавна илсе каять. Чебокс. Ылттăнпала ыткăнмалла выляма. (Смысл непонятен). Альш. Ытканас (возноситься, гордиться) мар: ылттăнсем пур, тесе; хурланас мар: телейсем çук, тесе.

ытла

(ытла; в Якей. произносят итла), лишвий. С. Мокш. Çак пӳртре мĕн ытла? (Çӳпĕ ытла). Что в этой избе лишнее? — Сор. (Заг.). С. Тим. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! хĕр ĕмĕрне пурăнтăм, ытла сăмах пулчĕ пуль, — каçар ĕнтĕ çаккăнта! (Хĕр йĕрри). Якей. Мăкăнь чечек хĕрлĕ чечек, хăшĕ шопка вăл ытла (лишний), — эпĕр хамăр çанашкал. Ст. Чек. Çавра кӳл варринче тĕм тупăлха — хăшĕ-ех те шупкка, çав ытла; эпĕр виççĕн-тăваттăн пĕр тăван — хăшăмăр телейсĕр, çав ытла. Ч. Й. Аттеçĕм те аннеçĕм! Ху çуратнă чунă (ваше дитя) хăшĕ ытла? Хăшĕ телейсĕр çав ытла (лишнее). N. Ытла пулсан, ура айне тăвăр. Если лишнее, бросьте нод ноги (растопчите). Сред. Юм. Ытла сăмаха хамăртан, ачасĕнчен, атте-аннерен полсан та, Тôр каçартăр. (Произносят во время молитвы). Т. VI. 1. Ытла чĕлхерен.... сыхла. Спаси нас от излишних речей (т.-е. от нашей собственной болтливости. Моленье). Бижб. Эпир иккĕн-виççĕн пĕр тăван, хăшĕ телейсĕр, вăл ытла. Альш. Çеçен хиртен мĕн ытла? — Шур тăрăлă чечек ытла (лишний). Атте-аннерен мĕн ытла? — Пĕве çитнĕ хĕр ытла (дишнйя). (Хĕр йĕрри). † Çеçен хирте мĕн ытла? — шур тăрăлă чечек ытла, атте килĕнче мĕн ытла?, — пĕве çитĕннĕ хĕр ытла. † Ушкăн-ушкăн тупăлха, — хăшĕ шупка вăл ытла; эпĕр иккĕн-виççĕн пĕр тăван, хăшĕ телейсĕр, вăл ытла. † Атте-аннерен мĕн ытла, ман çамрăк пуç — çав ытла. || Слишком. Особенно. Якей. Вăл ытла начарах та мар, теççĕ. Он не слишком беден. Рег. 1414. Ытла эсĕ мохтаватăн. Старак. Эс ытла та-çке! Ты уж слишком! (т.-е, допускаешь лишнее, хватаешь через край, вольничаешь). Собр. 327. Çынна ытла ан кала: Турă парсан, ар пулĕ. Не хай человека: он, бог даст, выростет мужем (т.-е. настоящим мужчиною, как надо быть). Собр. 315. Çынна ытла ан кала, хăна лекĕ. (Посл.). Орау. Ытла тем-те-пĕр хăтланать. Выдедывает весьма разные безобразн. вещи. Старак. Эс ытла та чĕре (ч’э̆рэ) кĕрсе каятăн-çке! Ты ищешь повода к ссоре. Старак. Ста каççа кас (каяс), ытла шыв, ора йĕпенет! Как тут перейти, уж очень много воды, промочишь ноги! Сборн. † Йывăçран тӳмме касса тума, эпир ытла платник мар (мы не настоящие мастера). IЬ. Ытла! Нет, брат, дудки! (больно ты хитёр, меня не заманишь!). † Хăр саврăр та, хăр кайрăр — ытла пулчим сарă ача? Объясняют так: «разве очень по вкусу пришелся (или: люб пришелся) русый парень?» N. Çульçă вăйлă çунатчĕ, эпир вара ытлах та (особенно) хĕпĕртетпĕр. || Излишествующий. Н. Леб. Йăнăш пултăм чĕлхерен, ытла пултăм куркаран. Я стал ошибаться в речах, я перехватил лишнего в ковшичках. II Больше. ДФФ. Пилĕк килтен ытла мар. Не более пяти домов. IЬ. Çур ял ытла. Больше половины деревни. IЬ. Ĕçкĕ тусан, пирĕн пата хĕрĕхшер мăшăр ытла хăна пыраччĕ. Рег. 1415. Вăл пире контан ытла (больше этого) ĕçлеме (тума) каламарĕ. Собр. 306°. Ылттăнăм çук, кĕмĕлĕм çук, сиртен ытла савнă çыннăм çук (нет человека, более любимого, чем вы). Изамб. Т. унăн куçĕ ĕне жуçĕнчен ытла мар (не больше). О сохр. зд. 54. Вир кĕрпи ытти кĕрпесенчен начартарах; çавăнпа ăна пăтăран ытла яшка çине яраççĕ (больше в похлебку, чем в кашу). Завражн. Воннă çиччĕрен виççĕ ытла. Десять больше семи на три. Юрк. Вăл вилсен, панккăра унăн çĕр пин ытла укçи юлнă (больше ста тысяч рублей). Орау. Çавăн чухнехинчен ытла. Больше, чем тогда. Ядр. Хунар ăшĕнче çуртаран та ытла çутатса тăрать, тет. Орау. Унта пĕр пилĕк çухрăм ытла пулĕ-ха. Наверное, туда больше пяти верст. Аттик. Учӳк чухне пĕр çур ял та ытла каять пулĕ, ӳчӳк çиме. Юрк. Вăйлă туйра вунăшар тăрантас та ытла пулать. N. Пирĕн ял пуçланни ĕнтĕ виçĕ çĕр çул та ытларах, теççĕ (побольше, чем триста лет). Пирĕн ял пуçланни икçĕр çул ытларах, тесе калаççĕ ваттисем. Стеф. Пиртен пĕр пилĕк çĕр çул ытларах ĕлĕк. Хып. 06, № 28. Сăмахпа пурне те тăваççĕ, ĕç тăва пкçласан вĕсем ытларах хăйсем çинчен тăрăшĕç. || Лучше, дороже, труднее Ман кунтан ытла (лучше этого) сăмахăм çук; çитмен пулсан, çитерĕр (добавьте), ытла (лишнее) пулсан, каçарăр (простите). Тимĕрçен. Вуниккĕн те явнă чĕн пушă-аври патĕнчи чĕнĕ, çав(ă) ытла. Пирĕл атте-анненĕн мĕн ытла? Вунçиччĕри хĕрĕ, çав(ă) ытла (лучше, дороже всего). Д. Бюрганский. Пире вăл та темĕнтен ытла. Для нас и это весьма дорого (важно и пр.). Алешк. Сапл. Кĕске утăсене çуласси, çулассинчен ытла (труднее) пухасси; хамăр тăвансене курасси, курассинчен ытла (дороже) калаçасси. Альш. Атте-аннерен мĕн ытла (дороже)? Пĕве çитнĕ хĕр ытла. || Ытла! Не может быть! КС., Курм. и др. || Очень, весьма, совсем. Юрк. Эсĕ, чăнах, пĕр-ик хут вуласан, ытла аванах вулăн (будешь читать совсем хорошо). Ист. 153. Ытла аван пурăнананскер пĕр чирлемесĕр-тумасăр вилнĕ. || Иногда, повидимому, употребл. вместо «ыт», в смысле: если вдруг... Качал. Хĕре калать Йăван: пыйтă пăх-ха, тит; ытла çывăрса кайсан, сылтăм ураран атă хывса виççĕ чыш (тит).

ытлашши

(ытлашши), лишний. Хĕр вара, йĕрсе, ашшĕпе-амăшне калать: эпĕ сиртен ытлашши юлтăм пулĕ, тет (должно быть, я стала для вас лишнею). Юрк. Унта та ытлашши пĕр çĕр выртрăм. Юрк. Пулĕ те çав; пĕччен чухне чей ытлашши те юлать пулĕ. Ытлашшине ăна тăкса яма пулать-çке! Демид. Сирĕн çĕр ытлашши мар-и? Не лишняя-ли у вас земля? Дик. леб. 45, Унăн ăсĕ-хакăлĕ ытлашшиех пулман (не было лишнего ума). Альш. Пурне те уйăрса пĕтерсен, пĕр пит лайăх тăлăпĕ ытлашши юлчĕ, тет. N. Ĕç ман пĕрте ытлашши мар. Работы у меня совсем немного. || Остающийся сверх необходимых расходов. Юрк. Карачăмĕ çĕнĕ вырăнта нумайрах шалунни иле пуçласан, аллинче ытлашши укçа пула пуçлать. Юрк. Мĕн илнĕ шалуннине, çинĕшен тӳлесен, ытлашшине пурне те киле ярать. Б. Олг. Пыр, тет (т̚эт). эппин каçпала, пăластăк парăп-ăçке, тет; хамран ытлашшине (что останется лишнего, не необходимого мне самому) парăп эппин, тет. || Слишком. Ытлашши сивĕ мар. Не слишком холодно. || Хорошо. Сказки и пред. 81. Ырă евĕчĕ килĕнче туйне турĕç ытшлашши. || Ытлашшипе — с походом (т.-е. с прибавкой, напр. при взвешивании; иначе — паххутпа).

ытлаишшипех

(-бэх'), с излишком. Юрк. Пĕр уйăх ытлашшипех, месяц слишком, больше месяца. Псалт. 3024. Мăнкăмăллисене ытлашшипех тавăрать. Серг. Рад. Ку та ытлашшипех ĕнтĕ. И этого слишком много.

ытлин-çитлин

(ытλиын’-с̚ит’л’ин'), вдоволь. Сред. Юм. Ватăлса вилеччин, пĕр ытлин-çитлин ôкçа-пôхча тытайса кôрас-чĕ. N. Вăл (туръ) пире сут тăвать, ытлин-çитлин апат парать.

ытала

(ыдала), обнимать. Богатыр. Пĕр-пĕринĕн аллисене хытă ыталаса тăраççĕ.

ытам

(ыдам), обьятия. Охапка. Шибач. Пĕр ытам вытă (сена) исе каяс. Ч. Й. Ытам тулли сарă хĕр, русая красавица, наполняющая объятия. С. Дув. Ашшĕпеле амăш йĕрсе юлчĕç ытам тулли сарă хĕрĕшĕн.

ытар

(ыдар), найти в себе достаточно сил и решимости, чтобы отказаться от увлечения, обладания или наслаждения предметом. Ольга. Вара вăл, ăна ытараймасăр, хăй валли качча илнĕ. N. Хĕри-пăраç çине (на девиц) ытараймасăр пăхса ан тăр. Хурачка. Ытармалла мар чипер, обворожительно красивый. N. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! Хура халăх кӳртетĕп (надо: кӳртетне), картишне тултаратна? Хĕрме, ытарăпин, ытарăн, кăна ытараймăн, терĕн пуль. Тур урхамах кӳртетне, картишне тултаратна? Ах, аттеçĕм, аттеçĕм! Хĕрме, ытарăпин, ытарăп, кăна ытараймăн, терĕн пуль. (Из «хĕр йĕрри»). N. Çавăрма çук сылтăм аллăма, ытарма çук савнă тусăма. (Из «хĕр йĕрри»). Буинск. Улăхранта улпут, аЙ, тухаймасть, улăх улмисене ытара (надо: ытарса). Ч. Й. Çак тăвансем кунта килсен, ытарса яраймасăрах, каç турăм. Собр. 31. Çын кăмăлне ытараймасан, хăйне явăр пулнă, теççĕ. N. † Ылттăн укçа памасан, ытармастпăр аппана. Альш. Иç килмĕттĕм çак киле, хамăр тăван йыхăрать, ытараймăн (надо: ытараймăп?) тăван кăмăлне. Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Хура халăх кӳртетни, карту ăшне тултаратни? Хĕрне: ытарăпин, ытарăп, кăна ытараймăп, терĕн пуль. (Хĕр йĕрри). Шемшер. † Порохотпа порохот хирĕç полсан, ытарими-ытарими кăçкăраççĕ; тӳр хĕрĕпе тӳр ачи хирĕç полсан, ытарими-ытарими поплеççĕ. Дик. леб. 48. Патшанăн ытарма çук илемлĕ пӳлĕмĕсенчен Елисана чĕрĕ (siс!) çĕр пӳрте кайса хупнă. Юрк. Кăмăлне килнисене, ытараймасăр, пĕр-ик хут та вуласа пăхнă. † Ытарайми тăвансенчен епле ытарса каям-ши? Ст. Дув † Тăванăм, тăванăм, тав сана, епле ытарам эп сана? Кубня. † Ик аллăмра икĕ кĕмĕл çерĕ, кăшне кăна ытарса кăшне хывам-ши? Ялта-кăна икĕ савнă тантăш пур, кăшне ытарса, кăшне каям-ши? Чур.-к. Ах, вăрман, сĕм вăрман! ытармалла мар сана, пытармалла сан мана. Сред. Юм. Ытла пит ытарайми (обворожительная) хĕр те мар-çке çав — аптратнă çавна илесшĕн! Юрк. Вĕсене курсан, хам та, алăри ача пек, темĕн тĕрлĕ савăнса, ытараймасăр, тăраниччен калаçаттăм. Ст. Чек. Ытарма çук аван! «До беспредельности хорошо!». Сир. 82. Эпир турă ĕçĕсене вут хĕлхемне курнă пек анчах куратпăр, çапах вĕсене пăхса ытарма çук. СПВВ. Х. «Ытарас, ытараймас». Срв. ыт, ытă. Т. М. Матв. Тав сана! — Ытармалла мар сана!

ытти

(ыччиы), прочий, остальной. Рег. 917. Ку ут лайăх, ытти йорал мар. Рег. 891. При килчĕ, ытти (ыттисем) йолчĕç. N. Чопрăм-антăм çырмана, йохрĕ-тохрĕ шерепи. Ытти шăрçи порте пор, ылтăн шăрçи анчах çок. (Хĕр йĕрри). Орау. Кунта халăх çула нуммай пулать, ытти вăхăтра апла мар. || Сред. Юм. Ыттинчен çôк, пыйтинчен (или: патаккинчен, патаккипе, кĕнекинчен и пр.) савăнтарать пĕр. На прочее его нет (на путное его нет), а вшами (или палкой, книгами и пр.) он веселит, т.-е. на плохое он горазд. || Ытти марчĕ (мар-џ̌э̆), главное...; в особенности... Сред. Юм. Ытти марчĕ, Хôсана тавар, кайса, илесчĕ. Главное, надо бы было съездить в Казань за товаром (но не успел). Этот оборот может относиться только к тому, что не исполнилось в прошедшем.

ытти-маси

повидимому, то же, что ытти-маса. Букв. 1886. Ĕмĕр тăрăшшинче хушпу саклата пăрахса та пулин пĕр ĕне илсе ячĕ те, унтан та ытти-маси пăртак уссине кураймарĕ.

и

(и), вопрос. частица. Иногда энклит.: ли. Ставится после всех частей речи. См. а, е. Рег. 491. Вăл туса-и, пичĕш туса-и кона? Рег. 492. Вăя сана хăва (=сам) пачи кона? Он тебе это сам дал? Рег. 493. Эс пырса-и, вăл пырса-и? Рег. 494. Вăл тури (= турĕ-и) кона (ку портаврине)? Рег. 495. Вăл туса-и? Рег. 487. Шув-и ку? Онни (онăн-и) ку? Сумар-и вăл? Пусăк-и? Букв. 1886. Ĕлĕк хама вăрланă чухнехи аса килмерĕ-и-ха? тесе калать, тет, карчăк. Рег. 1430. Эп кайса пăхам, килте-и, кияте мар-и вăл. Рег. 1432. Кайăпăри, йолăпăри, пĕлместĕп эп халĕ. Рег. 1437. Кили, килми? — Эп онтан итрĕм, килет-и, килмест-и, тесе. Сред. Юм. Эп пĕлмесп-и? Я не знаю ли? Ст. Чек. Эс-и ку? 1. Неужели это ты? 2. Это ты? IЬ. Эсĕ-ччи унта? Разве там был ты. Беседа чув. 13. Те кам та пулсан çилентернĕ сана, е арăмупа вăрçнă-и эсĕ? Орау. Пулăшăн-и? (Юрк. Пулăшăн-а?). Поможешь-ли? Чебокс. Атте, вăрмана кăмпа пуçтарма каям-и? — Кай, ачам (позволение). Ч. С. Эпир, ана çине çитсе, вуншар кĕпте выртăмăр-и, выраймарăмăр-и — хĕвел анăçĕ енчен хуп-хура çумăр, хăрушă аслати авăтса, киле пуçларĕ. N. Улпучĕ тухрĕ, тетте: мĕн пăхатăн чăваш? тесе каларĕ, тет. Лешĕ: пăрçа пит аван санăн, Ваше Высокородие; çавна пăхмастăп-и-ха эпĕ? (вот я на него и смотрю) тесе каларĕ, тет. || Или — или; ли — ли; то-то. Юрк. Вир кĕрпинчен-и, хура-тул кĕрпинчен-и, пăри кĕрпинчен-и, чăваш арамĕсем пăтă пĕçерсен, çисе тăранма хал çук. Елш. Пирĕн ялтан Куславккана çич çухрăм-и, тăххăр-и хисеплеççĕ. Рег. 1431. Паян-и, ыран-и полĕ (хатĕр). Орау. Николай Иванович! Эпĕ килтĕм те, сире вăратса кĕрес мар, терĕм; халь N. патне-и, ай мăнастире-и каяп-ха. Петĕр. Рег. 1435. Паян поли (= полĕ-и) хатьăр, ыран поли хатьăр. Рег. 1434. Сотăп-и, хам пусăп-и (сотăпри, хамăр пусăпри). Рег. 1436. Вăл хорт картинче поли, ойра поли. С. Йор полĕ-и, çомăр полĕ-и, полатех паян. С. Ларать-и, тăрать-и, выртать-и, пĕре те тӳр (спокойно) тăма пĕлмеç. Ку ачан пĕре те тирпейĕ (порядка) çок: макрать-и, колать-и; вăрçать-и. Орау. Хуннĕмсем янă пуль-и (= либо), пĕр-кун пĕр уччиттĕл килсе карĕ, укçа ярас терĕ, — çав янă пуль-и. Сборн. Пăвăрлă лаши сĕлĕ çимест. Çийĕчи та, çимĕчи, пури тĕпĕ яка пулĕ. Исх. ХХI, 31. Ывăлне сĕксе вĕлерет-и, хĕрне сĕксе вĕлерет-и (сына ли забодает, дочь ли забодает), ăна çав закон тăрăхах тумалла. || В особом значении. См. «Оп. иссл. чув. синт. II, 146 след. Т. VII. Тархасшăн патакма пăрахса хăварсам-и. Собр. 253. Ачам, сана мĕн парам-ши? Виçĕ ял çинчи сарă каччă сана халал, ай, пултăр-и. Тимерс. † Атьăр, каятпăр-и, каятпăр-и, кĕмĕлтен те кĕпер саратпăр-и? † Пиллĕрсем-и, атте, пиллĕр, анне. Шелепи с. I, 15. Ыр вут ама, вут амăш, ху вутна ху чарсам-и! Ырă турă Пӳлĕхçĕ, пĕр ху анчах çăлсам-и! || Иногда — без вопросительной интонации. Çур-çĕре çитейĕпĕр-и. Не знаю, доедем-ли к полуночи. Якейк. Эп вăйлă полам-и, сана ним вырăнне те хорас çок! Ах, если-бы я был сильным, я бы тебя ни во что не ставил! || Кажется; как будто. Орау. Эс çапла каламарăн-и? Кажется, ты сказал так? || Выражает неуверенность, незнание. Орау. Шр мă-ăнтăр учительница пурччĕ те, каять-и-ха, каймаст-и, мур (не знаю, уйдет-ли с места, или нет). N. Тепĕр писмине карточкапа пĕрле ярса поли. Не знаю, удастся-ли послать следующее письмо с карточкой. || Поди как. Сред. Юм. Эрне çукаланать-и. Поди как, чай, теперь лакомится. Эрне тĕпĕртетеççи иккĕш. Ерехетленсе ларать-и. Поди, чай, как довольствуется (наслаждается). || Авось. Орау. Кай-ха, пами (т.-е. авось даст). IЬ. Кăçал юр хулăм ӳкрĕ, çула хирте турă пами (авось не даст-ли бог урожая). || Орау. Сысса хурам! На... ть мне! IЬ. Сысса хурам-и! Вот еще!... на...! Оба выраженил означают нежелание сделать что-либо. || IЬ. Çĕр çăггăр-и! — Мур çитăр-и! — Сысса хăварам-и! Все эти выражевия означают: «а чорт мне с ним!», «ну его к чорту!» и пр.

и-мĕн

разве. Числа, 11, 13. Ăна эпĕ çуратрăм-и-мĕн? IЬ. ХII, 2. Турă пĕр Моисейе анчах каланă-и-мĕн? Вăл пире те каламан-и вара? тенĕ. См.-им. || Пожалуй. Орау. Тата кирли? — Паратни-мĕн тепĕр стаккан. Еще надо? — Пожалуй, дай еще стакан (напр., молока).

ия

(иja), да, etiam (утверд. част.). В. Олг., Ягудар, Яргуньк. || Встречается в одной старинной молитве, записанной для меня Гр. Анчиковым. Повидимому, служит здесь лишь для обозначения паузы. Текст записи приводится без всяких изменений. Туйри кучченеç кĕлли. (Читает туй-пуç арĕмĕ в доме невесты во время кочченеç чӳтени). Эй тур çырлах, мăн тур çырлах, мăн тур амĕш çырлах. Пӳлĕх-çи çырлах, пӳлĕх-çи амĕш çырлах, хĕрт-сорт çырлах, хĕрт-сорт амĕш çырлах. И-я, тăрăр-ха, тăххăрăн пĕр хăма çине тăрса ача-пăча туррине кĕлтăвар, килĕш тăван яван (йăваш?) чунăмпа тархаслар; илт, çырлах. Ул-хĕр çуратакан турă, ул-хĕр варĕнче усра; çурт çуратакан турă, çурт варĕнче усра; мул çуратакан турă, мул варĕнче усра; тырă-пулă çуратакан турă, тырă-пулă варĕнче усра. Хĕвел амĕш, хвелпе пçертсе ан яр; çил амĕш, çилпе типĕтсе ан яр; ту-хĕрĕнчи вак-твек турă, хута кĕр. Пихампар, ху яттуна чар; ыр хĕрт-сорт çырлах. И-я, ыр хăтам та тăхлачăм та пур, и Микки улсам та пур, Татяки та пур. И-я, лаях шăппăрç Якку улсам та пур. И-я, лайăх, çак халь хăта илсе килнĕ сăрана, мăн кушаль кучченеçе ĕççе çима пӳрсе пар. (Унтан, пĕр татăксăрах, çак кĕлле пĕтернĕ çĕре кучченеçе: çӳхӳя, чăкăта хуççа илсе юлашки сумаха — пӳрсе пар тесен, ам, ам тесе çыртса илсе çима пуçлать). Кĕллине каланă Етĕрне (т.-е. Етĕрне) уес., Шăмат вулăсĕнчи Ваçăк-кассинчи Андрей Иванов. 1921 г. 25 апреля.

Ие

(иjэ), назв. духа. См. Магн. 146—148. Ст. Чек. Ие — злой дух; если оставить ребенка одного на земле, то он пристает к нему, и ребенок делается больным. Некоторые остаются на веки больными или хромыми. Урине не чăмланă — стал хромым. Ст. Чек. Ие — духи в бане; вредят ребятам, делают их худыми, заставляют плакать (ие ернĕ.) Т. Исаев. Ие особенно мунчара пулать, тата вырăнта та пулать; вырăнта выльăх-чĕрлĕх хупакан çĕртре пулать. Вăл ие тени çичĕ ятлă пулать; ак унăн ячĕсем: 1) мул ийи, 2) çĕр ийи (scr. ĕйи), 3) кĕлĕ ийи (scr. ĕйи), 4) макра ийи (scr. йи), 5) чĕпĕте ийи, 6) çул ийи, 7) çĕрлехи ийи. Вĕсем тытсан, выльăх-чĕрлĕх хутланса ӳкет, ăçта выльăх-чĕрлĕхĕн пуçне те çаварса лартать. Латышево. Бывают: уй ийи, вăрман ийи, кмака ийи, карта нйи, пусма айĕ ийи, виç куçлă ийе. Щ. С. Ийе мунчара пурăнать (дух). СПВВ. «Ие = ăна», Изамб. 103. Те ийе çыпăçнă (ребенок болен, все плачет). Шибач. Ачана ие çыпăçнă (вĕлерет). Ие чăмлать. Хорачка. Ача (ача) çоратсассăн, е (иă) çыпăçат, теччĕ. Ачи (ачи) типет, макăрат (маграт). Карчăксам (карчы̆ксам) чĕлке соркаласа параччĕ, каран суалать ачи (ачи). Запись фонетически не точна. Ходары. Тата пĕрнн-пĕрин алăри ачи чирлесен, куна ие ерет пулĕ-ха, тесе, пилеш шăрçа туса, çакçа яраççĕ. БАБ. Тепĕри (т.-е. йомзя): ие çулнă (поразил), тесе, ие хуса кăларчĕ, тет те, манăн чĕлхе уçăлса, калаçакан пултăм, тет (и говорят, что после этого изгнания я стал говорить). БАБ. Ие хуса кăларни. Совершается, когда ребенка «ие çулнă» Старуха-йомзя выносит болезненного ребенка на середину двора, кладет, покрыв его «такана» (почевками), и зажигает их и бьет кругом по «такана» прутом «йĕплĕ хулă», читая «кĕлĕ». При этом совершаются и другие обряды. Потом ребенка обмывают отваром травы «ие курăкĕ», а затем воду, траву и «йĕплĕ хулă» выкидывают на перекресток (çул юппине). Изамб. Т. Те ие ернĕ, ялан ерет! (ребенок). — Çук, ие ермен кăна, куçĕнченех паллă. || Ие чăмланă, человек расслабленный, не владеющий своими членами; иногда у него руки и ноги здоровы, а голова не держится. Сред. Юм. Мурат. вол. Ие тăмласа кайнă (что-то в роде собачьей старости у детей, худоба). Ст. Чек. Мăйне ие хуçнă, ие туланă (слабость, болезненная, неизлечимая или искалечение оконечностей). Ст. Чек. Ие туланă пек ташлаççĕ. Пляшут как угорелые? См. Рекеев, 7; Магн., а также Г. Т. Тимофеев. Ие (по-тюрлемински) мунчара пурăнать. Ие урайĕнче (путпулта) пурăнать, сайра. Пуш пӳртре те пурăнать. Кураççĕ ăна. Ача-пăчана улăштарса каять. Хăйĕн ачи начартарах пулсассăн, этем ачипе улăштарать. Килте ыттисем çук чухне, сăпкара выртакан ачана илет те, ун вырăнне хăйĕнне хăварать. Ие ачи çемçе, ленчеркке пулать: пите ерет. Нишли (sic!) ача теççĕ ун пеккине. Ачине хĕнемелле, тет, пĕлсен; вара улăштарса каять, тет, калла. — Мунчари ие усал, тет, килтинкен. Вĕсем, çынна çапăнсан, усал тăваççĕ. Ача-пăчана, пысăк çынна та, çапăнать. Вăл çапăннă çын ленчеркке пулать: ăна «ансат хуçать». Иене вĕртсе кăлараççĕ. Питĕ вирлĕ вĕрекен тутар арăмĕссм пур. Тухнă чухне, хăнне (sic!) вĕрекене аптратса хăварать, тет. Ие сикет, теççĕ. Манăн шăллăма вĕртме çӳретчĕç, эпĕ пĕчикçĕ чухне; кашни каймасрен, çăнăх, кĕрпе, кăмрăк, тата темĕн иле-иле каятчĕç. Атте нумай та вĕреннĕ çын, çаплах кайнă! Шăллăма мунчара çапăннăччĕ. Мунча кĕнĕ чух, тĕк-тăмалăх витре чăн-чан! туса кайрĕ, тет. Унччен те пулмарĕ, тет, вырттарнă ачи: шари-шари! иккĕ-виççе хытă кăшкăрчĕ, тет. Çавăнтан вара пирĕн ача начарланнăçемĕн начарлана пуçларĕ, тет. Хай ача ни çывăраймасчĕ, нимĕн тăлаймасчĕ, тет. Ачана ансат хуçа пуçларĕ, тет. Çинерех илтсе пĕлеç те, каяççĕ хăвăртрах тутар арăмĕ патне. Тутар арăмĕ вĕресшĕнех мар, тет. Ывăлĕпе кинĕ хăйĕнчен вăрттăн каларĕçĕ, тет: çавăрăнĕ-ха, çапла тусан, капла тусан, тесе, калаççĕ, тет. Хай тутар арăмĕ чăнах та вĕрме пулчĕ, тет. Вара вĕртме ăна çиччĕ-саккăр та кайнă, тет. Малтан вăл териех тарăхса вĕрмес, тет. Виççĕмĕшĕнче, тăваттăмĕшĕнче питĕ хытă тытăнса вĕрчĕ, тет. Хăй, тытан амак тытнă пек пулса кайса, ӳксе, нумайччен выртрĕ, тет. Ывăлĕпе кинĕ шыв-мĕн парса, мĕн туса, хай арăм пĕр çур сехет иртсен тин тăчĕ, тет, чипер çын пулса. Аннен пирĕн (вăл унтах пурăннă) сехри хăпнă: вилчĕ-тăр, тесе. Вăл, ачаран тухсан, хăйне анратса хăварать, тет, иккен. Чăваш арăмĕсем, вĕрнĕ-сурнă чухне, анаслаççĕ те, йывăр вĕрме, теççĕ: лешĕ, усалĕ, йывăрлантарать, теççĕ. Çав тутар арăмĕ аптранăран вара ака самапланнăçем самайлана пуçларĕ, тет, йĕме те вăл териех йĕмесчĕ, тет. — Çапла шăллăм хуллен-хуллен чĕрĕлнĕ. Халĕ сывă çынах, анчах хăрах вĕчи, çав ĕлĕк ыратни, аяларах. Чупма та вăл териех аван мар-тăр: час ывăнать. — Ие сикет, тет. Анне çав тутар арăмĕ патĕнче пураннă чухне, кашни çĕр тутар арăмĕ тăра-тăра ачана çĕрле, тĕттĕм çĕрте, вĕретчĕ, тет. Вĕрнĕ хыççăнах ача, лăпланса, аранçĕ ăйха каятчĕ, тет. Анне те: ăйха каяттăмччĕ, тет. Пĕрре çапла, вăл ăйха кайсан, кăштăр-каштăр тунă пек пулчĕ, тет. Анне: хăраса, вăрантăм, тет. Вăл иккен тутар арăмĕ вĕсем патне пынă, тет те, анне çумĕнчи ачана вĕрсе ларать, тет. Çавăнтан хăранипе (вăл шухăшлать: тутар арăмĕ вĕрме пырсан, ие, тарса, мана, сĕртĕнсе, хăратнă-тăр, тет), аннен те хăрах алли типе пуçланă, тет. Ăна та, пĕр-икĕ хут кайса, вĕртрĕм, тет те, тӳрленкĕ, тет. Çапла калать çав анне. Анчах ун пек, кун пек япала çннчен çынна каласа яма юрамас, тет: лешне, чĕрĕлнине хĕн килет, тет. Вĕрекене те аван мар, тет: ĕçĕ уçăлмас, тет. См. «Этногр. зам. о чув. Козм. У. Каз. г.» Н. В. Никольского (ИОАИЭ, 1911). ||Асан. Ие — домовой. Чтобы переманять его в новый дом, переносят кирпич из старого? Представляют в виде ребенка. Пшкрт. Кардара утсам ты̆рны̆ џ̌он’а, с’илҕи пэ̆дэ̆рэ̆нцэ̆к ползасы̆н иа пэ̆лäтäзä (заплёл), тэччэ̆. См. Вупăр. || Иä ôjы̆, назв. поля. Пшкрт.

ик

неизв. слово. Вотлст. Ик чак — пĕр чăмăртак. (Йăва, загадка о гнезде). В. Чураль-к. та же загадка относится к замку или ключу («çăраçи», т.-е. çăраççи), а в Байгулове — к банной каменке: ик-чак чăмăркка = мунча çулĕ. Икково. Ик чак чăмăр-так, иккĕн (вдвоём) тытса çимелле (Загадка о брюкве: кушшăм).

икелле

(иг’эл’л’э), делать что-либо в виде желудей. К. С. Тăна (глию) икеллесе хунă = икелĕн-икелĕн туса хунă. IЬ. Пӳрт çумăнче пĕр ушкăн ача, тăмпа вылянине курах карăм: хăйсем тăмне хи-итре, икелле-икелле хунă! (сделали в виде желудей).

икĕ

(иг’э̆, игэ̆), два. См. ик, иккĕ. Ставится только в качестве определения. Янгорч. Икĕ турта, две оглобли. Икĕ кайăка хăвалакан пĕр кайăксăр юлнă, тет. (Послов.). Юрк. † Икĕ чĕрелĕ (с двумя сердцами) лашам пур, хĕр вăрлама майĕ пур, тытăç, тесе, чунăм çук. Орау. Кунта эпĕ икĕ вăрăм сăмсаллă çынна пĕлен. Орау. Икĕ иккĕ, две двойки; икĕ пиллĕк, две пятерки. Буинск. Икĕ пус, две копейки на серебро (у других çичĕ пус). Юрк. Чăвашсемшĕн унтан икĕ пуслăх усси те пулмай. Микуш. † Икĕ куçăм тулли ыйхăм пур, — кампа выртса, кампа çыврам-ши? Ст. Чек. Çаппрĕ те, икĕ куçăмран вут сиксе туххрĕ. Ударил, и у меня из глаз искры посыпались. Рег. 651. Икĕ хут, ир «maskôr, reggel». Щ. С. Икĕ сум та вунă пус пĕр укçа, 60 коп. («пĕр укçа» здесь прибавлено по ошибке). IЬ. Икĕ сум та пиллĕк пусран вунă пус пĕр укçа тухать. Альш. Икĕ-виçĕ пус парса илнĕ вĕт ăна (её). Ст. Шайм. Кая-кая хĕрарăм патша икĕ пĕлĕт (scr. пĕлет) хушшине пырать, тет. Собран. 101°. Кăçта каятăн, кăвакал? — Икĕ картана (quid?) каятăп. Икĕ картара мĕскер пур? унта маян ява пур, Собран. 197°. Икĕш икĕ çăккăр чиксе кайнă. Они пошли, взяв каждыă (uterque) по короваю хлеба. Шурăм-п., № аа. Халăх çак икĕ сăмах икĕ тĕрлине пĕлет, ăçта кирлĕ, унта шутлас тет, ăçта хисеплемелле — хисеплес тет. М. Д. Çак старик, арăмĕ вилес, икĕ хут (вторично) авланнă, тет. Щ. С. Икĕ сум вунă пус = 60 коп.

икĕ тĕслĕ

двух родов, сортов. Т. М. Матв. Пĕр пичĕкĕре икĕ тĕслĕ сăра. (Çăмарта).

икĕ питлĕ пыççи

(пыс'с’и), назв. особого пояса. Якей. Икĕ питлĕ шраçлă пыççира пĕр тĕслĕ порçăн нумай полса, тепĕр тĕслĕ порçăнпа ылтарлă олăшса пырать.

иккĕлен

или иккĕллен, двоиться, удваиваться. Сомневаться. Хурамал. Каяс-и, каяс мар-и? тесе, иккĕленсе тăтăм. Серг. Рад. Çергий кĕллине чĕрĕлнине пĕр иккĕленмесĕр ĕненнĕ. Ист. церкви. Анчах ун чухне эпĕ Христос законĕпе пурăнайăп-ши, пурăнаймăп-ши? тесе иккĕленсе тăраттăм. Чув. Кал., 1910, 33. Малтан хăшĕ иккĕленнĕ, таварĕсене ĕлĕк пухакансене панă. Ист. Владимир, ĕлĕкех хăйĕн тĕнĕ çинчен кăшт иккĕленекенскер, халĕ чăнахах урăхла шухăшла пуçлапă. О заступл. Эсĕ мана пулăшасси çинчен эпĕ нихăçан та иккĕленмен.

иккĕлĕ

или нккĕллĕ имеющий два, двоякий. Двояко. СТИК. Сĕтел миçе уралă? — Иккĕлĕ (пĕррелĕ, виççĕлĕ, тăваттăлă). Городище Б. Пĕр япалах иккĕлĕ (у др.: иккĕллĕ) курăнать. Двоится в глазах. IЬ. Пĕр япалах иккĕлĕн курăнат (то же знач.). Л. Кошки. Ӳсĕр çыннăн куçĕ япалана иккĕлĕ кăтартать. У пьяного двоится в глазах. Орау. Кăçал çуртрисем иккĕллĕ пулчĕç.: çурри типсе карĕ те, çăмăр çусан, çĕнĕрен хунаса тухрĕ. Ашшĕ-амăшне. Шухăш иккĕлĕ юлса тăнă пирки, унăн тата ытларах çилли килнĕ. Бес. Пурсăмăр та эпир иккĕллĕ çынсем. Все мы люди двойственные. М. Яльчики. Иккĕллĕ çынсем, двуязычные (лицемерные) люди. Е. Иккĕлĕ шухăшла, сомневаться. Быть в нерешимости. N. Çапла иккĕлĕ шухăшласа, кăсем нимĕн те майлаштарайман. Тет. Ĕç тăвас тенĕ пек пулас çуккине е иккĕлĕн туянса тăнине кăтартас тесен... Если хотят указать на невыполнимость желания в будущем или на сомнение (в возможности выполнения чего-либо)... || Родившая ребенка. К. С. Анна вăсен иккĕллĕ пулчĕ. Их Анна родила ребенка.

иккĕн

вдвоем. Двое. Т. VI. 30. Иккĕн выртса, виççĕн тăмашкăн пар. Амин. (Моленье). Сред. Юм. Иккĕн выртса, виççĕн тăрăр. Ст. Шайм. Тантăш иккĕн пĕр пулар, уйăрăлмасса чуптăвар. † Юл, юл! терĕм, юлмарăн; эсĕ иккĕн выртнă чух, эп те пĕччен выртмарăм. Городище Б. Эсĕр иккĕнĕн (иккэ̆н’э̆н’) (иначе: иккĕн пек) курăнтăр. Мне показалось, что вас двое. Городище Б, Л. Кошки. Эсĕ мана иккĕнĕн (у др.: иккĕн пек) курăнтăн. Мне показалось, что ты не один, а (с ком-то) вдвоём. Рег. 1353. Эпĕр те иккĕнех килтĕмĕр. Мы тоже пришли только вдвоем. Ч. С. Вара çавăнта пăхта тăракан çынсенчен пĕр иккĕн, чупса пырса, вĕрентен тытса чарчĕç. 1-ая кн. Для чт. 1912, 21. Эпир киле асаннепе иккĕнех пултăмăр (только вдвоём). Собран. Иккĕн иккĕнех: лашине исе кайсан та, çуни юлать, теççĕ. (Посл.) С. Тим. Иккĕн, иккĕн пычĕç те, ик питĕмрен чуптурĕç. Атя туя, терĕç те, пичче çĕлĕк памарĕ. Букв. Иккĕн икерчĕ çиме аван, тет, вуниккĕн авăн çапма аван тет. || Сред. Юм. Иккĕн-ха ô. Их двое (говорят про беременную женщину). Орау. Кучикле иккĕнтен кая вылямаççĕ. В игру «кучикле» играют не менее, как вдвоем.

иккĕшĕ

или иккĕш, или икĕшĕ, или икĕш, двое или два из них. Юрк. Чăхăсене, хур-кăвакалсене те чăвашсем çаплах çиеççĕ. Сахал пулсан иккĕшне, те виççĕшне те пĕр тапхăр пĕçереççĕ. Быт. ХХI. Вĕсем иккĕшĕ туслă тăма сăмах хунă.

Иккĕрçи

назв. поляны. Янш-Норв. Ц. Çав Ухман вăрманче пĕр питĕ пысăк уçланкă пур, уна «Иккĕрен» теççĕ. Ĕлĕк çав уçллнкра пек хĕр вăрççа вилнĕ, тет.

ил

(ил'), брать, взять; покупать, купить; снять. Ст. Чек. Пыл исе каяççĕ те, лере çăлран шыв исе, шĕветеççĕ. Рег. 96. Она исе каяссише исе кайман, орăхне исе кайнă. Взял не тот, который было надо взять, а другой. Вишн. 72. Вĕсем (воды) хăйсемпе пĕрле çĕр витĕр аннă чух тислĕке те илсе кĕреççĕ те, часах çав ăшăк пусса пухăнаççĕ. Хып. 1906, № 5. Кам илес тиекен илтĕр, манран илсе пулас çук, тет аслашшĕ (т.-е. я не могу купить). И. И. Орлов. В Ракове «илсе кайма кайĕ» = «илсе кайин». Тогаево Покр. Витресем порте мончара, кайса илесси терĕç. Орау. Лаши мĕн пур вăйĕпе чупса пычă чухне салтакки пĕшкĕнсе аллипе тăпра иле-иле пырать. Орау. Пĕри ман хушамата илнĕ (выбрал себе взамен своей мою фамилию). К. С. Эпир кăçал хĕлĕпех тырă илтĕмĕр (покупали всю зиму). Хып. 1906, № 28. Кама, мĕн те çĕр хуçине тӳлес? Кам хăй укçалла илнине кăтартĕ, ăна тӳлесен те юрать. Ст. Шайм. Ача: лешсене илнине кăна илĕпĕр, тет. Парень говорит: «Если уж те вещи сумели взять, то эту возьмем». Ист. Олег çапла тапăна-тапăна Чернигова туртса илнĕ-илнех (все-таки взял.). Чураль-к. † Авăн çапнă укçапа илсе ячĕç ка... на (cunnum). НАК. Ачанăн ашшĕсем ачи илес (scr. исел) тенĕ хĕре илес тесен, евĕч хĕрĕн ашшĕсене калаçтарма каять. Юрк. Шалуннине те чиперех илекен пулать (стад получать порядочное жалованье). Толст. Вĕреннĕ çын арăмне килне илсе кайрĕ, тет, вĕренменнине çавăнтах патакпа çапса илчĕç, тет. Толст. Вăл укçапа пĕр чăхă илсе ярать (на эти деньги покупает). Якей. Сарă вăрăм хĕрсене илессӳ çок (если не хочешь взять), ма астарас? Ирть-х. Вăл Атăл илчĕ он чохне, латти полмарĕ, окçи пĕтрĕ. Он тогда снял (с торгов) Волгу, но толку не вышло, а деньги ушли попусту. Рег. 1086. Ик кĕрĕк илме окçа патăм. Орау. Хам укçана илимарăм (или: кăларимарăм). Я и своих денег не выручил. СТИК. Çук, мĕн улмине калан! Илех тăратпăр та, ăçтан пултăр! Где уж тут в целости сохраниться яблокам, когда дня не пропускаем, чтобы не поесть яблоков. О сохр. зд. Вара пичĕ (наволочка) варлансан ăна час-часах илсе (сняв) çума та пулать. Рег. 1508. Вăл сана парсан, ил (возьми). Букв. 1908, 17. Аллусене ил (отними, возьми), мана сывлама йывăр. Бес. о земл. Малтанхи çуркуннехи сухапа тĕплĕрех тăвас пулать, суха кассисене (борозды) кĕçĕнрен илес (провести) пулать. † Илес-илес илесех, аваннинех илесех (невесту), хамăр ялтан илесех. Т. Исаев. Эй турă, тăхăр çулччен тырă-пулă акса туса илтĕмĕр, тăхăр çул хушшинче лайăх та, начар та тырă пулчĕ, эй турă, тата тепĕр тăхăр çулччен тырă-пулă лайăх пулма парччĕ. Т. Исаев. Çапла пĕр кун ятне илер-ха (возьмем, для примера, название одного дня). Цив. Каçпала пĕр çĕрĕк çăпата илсе кĕреççĕ. Букв. Пирĕн ялта пĕр çын пасартан сӳсмен илсе тавăрăннă тет. Шорк. Исе-исе лайăхрах атă илес. Если уж покупать сапоги, то надо купить получше. СТИК. Çĕр-улми илмелле кĕреп те туртап (чĕлĕм). Спускаюсь в подполье, как будто за картофелем, и курю. Рег. 500. Эс исе, эп илтĕм. Ч. С. Вăл вилеччен виçĕ çул малтан пĕр Çатра-касси çынинне тырă çинчен утне тытса хупнă. Ăна ахаль паман, виçĕ тенкĕ укçа илсе юлнă. Сборн. мол. 14. Вăл чура сăнне илсе, этем пек пулса тĕсĕпе çын евĕрлĕ пулса, хăйне хăй кĕçĕнлетнĕ. ССО. Илсе килтер, велеть привести. N. Египет çынннсем çине тинĕсе илсе пырса, тинĕс шывĕ айне турĕ. Шихазаны. Илсе ярас (купить) эппин пĕр сурăх, терĕç. Альш. Унта ахăл-ахăл тăваççĕ (молодежь): вĕсене хирĕç вăрманĕ янраса тăрать, сассисене илсе... Хып. 1906, № 27. Çапла ĕнтĕ ун пек патшалăхсенче халăх суйласа янă çынсем закон еркисене пăхса тăраççĕ, патшалăхри пайтасене, расходсене хисеп илсе тăраççĕ. Рег. 872. Порте илчĕç ĕçлĕксене (поç çинчен). К. С. Илмеллех ил, совсем взять. || Взять замуж. Никитин. Мана Хомок илмере илме (чит.: илмерĕ, илмерĕ) — курĕ-халĕ нушнине, курĕ-халĕ нушнине. Чураль-к. † Ялти маттур сар хĕрсене илме тăртăм, çул çитмест. Т. М. Матв. Илнĕ лаша ăнмасан, çулталăка хуйхă; илнĕ арăм ăнмасан, ĕмĕрлĕхе хуйхă. Ст. Айб. † Вĕтлĕх çулчи кĕл пулмĕ, пирĕн (чит,: пире?) илен хур пулмĕ. Изамб. Т. Эпĕ ун пек (такую) арăм илес çине (чтобы взять) авланмастăп та, теччĕ. Тăвйп. Иван вара урăх начартарах, çук çын хĕрне аран илсе янă. † Пăхса хонă сар хĕрне илсе яма (взять за себя) полмарĕ. || Взять на военную службу. Урмай. Нурăс кулачи шур кулач; илес тесе карăм та, хамăра илсе пăрахрĕç. (Из солд. п.). || Стричь. Сред. Юм. Кам сана тутар пик илсе янă? Чирикеево. Çӳçне нумай илмен, кăшт-кăна кăрăхтарнă. || Оказаться в состоянии стронуть с места, свезти (о лошади). Изамб. Т. Мăклă лавсене лашасем çиле хирĕç ниепле илеймеççĕ (не могут везти). Букв. I, 1904, 71. Хайхисен лашисем харăс илсе, шыв пек кайнă. N. Утсем илеймерĕç. Лошади не взяли. || Заливать, понимать (о воде). Якей. Пилĕк таран шу илч (затопила), çаплах лармаçть (она). Шу мыя иле пуçларĕ. Альш. Етремене Сурăх ваççи юхса кĕнĕ тĕлте, мал енчи çеремре, пĕр çур ял вырăне пек çӳлĕ шыв илмен вырăн пур — тĕме. Богатыр. Шыв унта та тулса çитрĕ (поднялась) тет те, улпута мăй таран илчĕ, тет. || Резать, пилить (об инструменте). Толст. Илмест. Не берёт (пила). || Перетягивать. СТИК. Илеймест-ха=не перетягивает (чашка весов). || Выростать (о новом мясе). О сохр. зд. Чи çиелти тир пирĕн кивелсе, кирĕк пулса тăкăнса каять те, ун вырăнне аялтан çĕнĕ ӳт илсе пырать. Хып. 1906, № 43. Тĕттĕм çĕрте пурăнса куçĕсем е пит пĕчĕккĕленсе вăйсăрланса кайнă, е куçĕсене пĕтĕмпех ӳт илсе ларнă (заросли мясом). || Захватывать (не целиком, о пожаре). Орау. Вăсен пӳртне те вут илчĕ. И их изба загорелась. См. хып. || Умножать (в арифм.). || Начать одолевать в борьбе. Сред. Юм. Илсе-илсе пыраттăмчĕ (в борьбе), тепле ôрана хиртерчĕ те, çавăрчĕ-пăрахрĕ. Такки çĕнчĕ, терĕç вара çапах. || Futuere, terere. Ст. Чек. Эпĕ ăна, ох, илтĕм! || Дрыхнуть во всю. Якей. Эпĕр ăйха илеппĕр анчах. Мы знаем спим (много спим). Загораться. Пĕр шăрпăкпа илеймерĕ. От одной спички не загорелось. || Часто употр. в качестве вспомог. гл., даже если говорится о действиях неодушевл. предметов. См. «Опыт иссл. чув. синт.», II, 45, 52—55. Яргуньк. Хай çĕлен кайран калях çыпçăнса илчĕ (опять обвился вокруг шеи портного). Юрк. Пуçĕнчен çĕлĕкне хыпаланса хывса илсе... Ст. Ганьк. † Ах, аттеçĕм, аннеçĕм! Ырашне çапса илсен, улăмĕ вута! терĕр пуль. Букв. 1904, I. Унтан пурте сăхсăхса илтĕмĕр (перекрестились) те, вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Календ. 06 г. Вăл 24 сехетре пĕре çавăрнса илет (о земле). I-ая кн. для чт. 1912, 34. Ăна (клён) çил, вăрттăн пырса, кăшт сĕртĕнсе кайсан, вăл хăйĕн çулçисене вылянтарса, çавăркаласа пăхса илет. Хып. 1906, № 44. Халăх хăй те ăна сиссе илчĕ. Юрк. Ун патне килсеттĕмĕр çав, теççĕ те, тата урăх сăмах килаçса та илеймеççĕ, хай майра часах шалти пӳлĕме кĕрсе каят. I кн. для чт. 1912, 21. Шăпăр хулли хуçса илчĕ те, тытăнчĕ çунтарма (сечь, пороть). Чăв. юм. 1924, 32. Пĕр куç хупса иличчен. В мгновение ока. Чăв. юм. 1924, 17. Ак тамаша! Арча хуппине уççа ярсанах, симĕс-кăвак çĕлен-калта яшăлтатса тухрĕ. Хисепсĕр нумай. Авкаланса, хуçкаланса, хĕре явăнса илчĕç те, çавăнтах çиме пуçларĕç. К. С. Пĕрре... са илтĕм. Futui semel. Сред. Юм. Чӳрече витĕр кăçкăрса илчĕ. Увидал из окна и позвал к себе, и тот вошел. К. С. Тивертсе (или: хĕртсе) илтĕм. Прибил, отдул (кого). Юрк. Арăмĕ, ĕмĕрне çынпа килĕштереймен çын, кӳрши арăмĕне вăрççа илет. Ист. 354°. Хусана епле те пулсан туртса илес-илесех, тесе, çарă пуха Пуçланă. Ллыи. Кăна та юмăçă: пăхса вĕрсе илтĕм. тет. Толст. Пĕрре асапланса илсен, кайран çăмăл пулĕ. О сохр. зд. Куçсем часах ывăнса ыратакан пулаççĕ; вара ирĕксĕрех ĕçе пăрахса, пăртак канса илес пулать. БАБ. Анне ĕлĕк хампа асапланнине (со мною) шухăшласа илетĕн те, куççулĕ шапăрах юхса тухать. Сказки. Иванпа Петрăн (чит.: Петĕрĕн) лашисем те пĕр-пĕрне палласа кĕçенсе илчĕç, тет. N. Шухăшласа илме çук тĕлĕнмелле. Ч. С. Сăмса айне шăлнине ыттисем ан сисейччĕр, тесе: веçа килет! тесе, аллине тăсса кăтартса, сăмсине кăшт шăлса илчĕ, тет. N. Эпĕ вара ерсе илтĕм (поплакал). 93 çул. 68. Марккиз кулса илнĕ. Маркиз усмехнулся. Хăр. Паль. 19. Апатне те çăварĕ патне аран илсе пырать. И. Патт. 12. Эпĕ сире хĕрхенсе илсе çитертĕм (довёз), терĕ те лешĕ, чуптарчĕ хăй çулĕпе.

илӳ

(ил'ӳ), полученне. Юрк. Урăх çыру таврашĕ ку тăруçăн ниçтан та илӳ çук халĕ (не получал). I-ая кн. для чт. 1912, 8. Хăй çăварĕнчи шăммине те çухатрĕ, тет, лешне те илӳ пулаймарĕ, тет (не смогла взять). Юрк. Мускавран пĕр хут та илӳ çук, темасар яраймасăр шăнса тăраççĕ.

илен

(ил'эн'), привязаться, приразиться, приручиться, пристать, привыкнуть, повадиться. Янтик. Буин. Ах аппаçăм Ликара, Исака кайсан юрĕ — епле иленсе пурăнĕ-ши? Бюрг. Сирĕн киле вăрăсем иленнĕ иккен, лашăрсене вăрлама. Пазух. † Улма йывăç чечекне те сарă кайăк иленнĕ; Çĕнĕ-кассăн хĕрсене те сар йĕкĕтсем иленнĕ. † Анкарти хыçне тулă акрăм, хур-кăвакал иленчĕ. Пĕр киле пит нумай шăши иленнĕ. Ист. 155. Тата урах улпутсене Иван патне иленесрен тарса тăнă. Вĕлле хурчĕ. 27. Кайăк пит иленсен, ăна пăшал сассипе хăратма та юрать. † Вуникĕ те капан хушшине хура çĕлен иленчĕ. Собран. Вара хĕрт-сурт иленет тет (привязывается к дому, если ему приносят жертвы). Собран. † Епле иленсе, епле пурăнăр-ши? Сред. Юм. Пĕрмай, кашни килмес-сайран какай парсан, кôшак хăех иленет ôлă (олы̆). † Шăнкăрчă иленмерĕ (не стали жить в скворечнице), — мĕн тăвас?

илентер

(ил'эн'дэр), привадить, прючить. РЖС, 2. Вĕсене, ачашласа, хăй çумне илентернĕ. Янш.-Норв. Çапла мухтаса, вăл илес текен ашшĕпе амăшне (родителей парня, желающего взять девушку) çав илес текен хĕр енне пĕтĕмнех илентерсе ярать. Сред. Юм. Йытта пĕр илентерсен, хĕнесе те яраймастăн вара эсĕ ôна. Вĕлле хурчĕ, 27. Анчах хурт пахчи çывăхне йăва лартса илентерес пулмасть.

илес-милес

(ил'эс-мил'эс), сам не в cебе, страшный, словно из другого мира. Альш. Вилме выртнă çын та илес-милес пăхкалать. Тюрл. Илес-милес полса карĕ: куçнç-пуçне чаркаласа пачĕ, таларса, хĕрелсе карĕ, кăвакарса карĕ. Сред. Юм. Кампа вăрçма тӳпелешсе çӳрерĕн-ха? ытла пит илес-милес полса килтĕн-çке. Юрк. † Çамрăк чухне пултăм илее-милее, хампа пĕр тăвансене сивĕтрĕм. Изамб. Т. Илес-милес çын — «страшный человек». IЬ. Илес-милсс (страшно) çиленсе килчĕ. || Стюх. «Илес-милес — причудливо». Сообщ. Н. М. Кедров. N. Ах Турă, Иван илес-милес тумланса çӳрет! — Çеркей илес-милес ĕçсе çӳрет. — Арăмсем илес-милес ташлаççĕ. СПВВ. Илес-милес урийĕсене. || Очень нарядно. Янтик. «Илес-милес тумланнă ку = оделся очень нарядно».

илес-милеслен

прийти в состояние, обозначаемое, словом «илес-милес». Альш. Пĕр кун вăл пирĕн патра темĕскерле илес-милесленсе килчĕ (сам не в себе, страшный, словно из другого мира).

илештер

то же, что илентер. Ст. Чек. Салтак арăмĕ каччăсене илештернĕ (привадила к себе). Мусирма. Чӳрече çинче сар-каяк, салат сапса илештертĕмĕр; ай-хай, йысна Иван юр, тутăр парса илештертĕмĕр. Ал. Цв. 28. Хамăн тухатмăш тунă çуртăма эпĕ вун-пĕр хĕр илештертĕм, эсĕ вуниккĕмĕш пултăн. С. Яктик. Чăрсăр Тыха. Тыхана пур кил йышĕпех илештернĕ.

илмĕш кун

(Ил'мэ̆ш кун), на другой день (= тепĕр кун). Ст. Чек. || Накануне (во многих говорах). || В следующих ниже текстах значение этого выражения непонятно; может быть, оно имеет здесь различные значения. Александр Етрухин, Цив. Чăваш хăй арăмĕпе ĕçке кайни. Ĕçкине малтан хыпар (яраççĕ) пасартан е, хăйсемех кайса, чĕнсе çӳреççĕ. Сăра (ĕ)çме чĕнсен, вара арĕмĕпе упăшки, тумланса, кучченеçпе каяççĕ, а кучченеçне илмĕш (scr. илмеш) кунех пĕçереççĕ. Кучченеç уна пĕр хутаç чикеççĕ унта тĕрлĕрен: виçĕ пӳремеч, 4 кукăль, 5 кулач. Пӳремечисем паранкăран, кукăлисем кĕрпе кукли е пăрçа кукли, а кулачисем пăри кулачи е тулă кулачи. Вара çапла хăнана каяççĕ. Александр Етрухин, Цив. Чăвашсем ял хушшинчи чир-чĕре халăхпа тасаттарни. Акă епле. Ялта чир питĕ нумай пулать, вара çав ялта пĕр виçĕ е тăватă çын тупăнать чĕшмешшисем; вăсем вара калаççĕ: яла чир килчĕ, ĕнтĕ темĕн курăпăр-ха; путех таврари ялсем, тасатса килсе, пирĕн пусса тăкрĕçĕ пулĕ, çавăнпа пирĕн яла чир килчĕ. Пирĕн те ĕнтĕ тасатас пулать ял хушшине. Вара вăсем, халăх пуху пулсан е куланай патне пуçтарăнсан, калаççĕ: эй рипатă-халăх! Пирĕн яла чир килч-çке; мĕн тăвăпăр ĕнтĕ? тет... Вара халăхĕ те кăçкăрат: майне пĕлекенсем тасатăр эппин, теççĕ... Вара унтан илмĕш (scr. илмеш) кунне чăнахах çав тĕшмĕш çынсем пĕр пилĕкĕн тухаççĕ пурте хутаçпа, килĕрен чĕслĕрен çăнăх-салат, çăв, тăвар пуçтарса ялĕпех тухаççĕ. Уна вот епле пуçтараççĕ: пĕри ыраш çăнăх хутаççи çакнă та у унта ыраш çăнăх пуçтарать; тепри урпа çăнăхĕ пуçтарать; тепри салат пуçтарать, тепри тăвар пуçтарать, тепри çăв пуçтарать. Усем пурте пĕрле пуçтарса çӳреççĕ. Пуçтарса çӳренĕ чухне, калаççĕ: эпир чир-чĕре, усал-тĕселе тасатас тесе калаппăр-çке-ха. Вара кил-хуçи калать вĕсене: юрать, юрать; ăçтан-та-пулин сиппи килĕ-и, чипер çырлахтăр ĕнтĕ, тесе, чĕслĕрен çăнăхсем, салатсем парса ярать. Усем хапхаран тухса кайнă чухне, нимĕн пăхмасăр пӳртне чупса кĕрет те, пĕр курка тăрă шыв илсе тухса, урамала чашт! сапат. Çакă шыв пек тасалса, тухса кайтăр чир-чĕр, усал-тĕсел, ырă-хаярсем! тесе калаççĕ килĕ хуçисем. Вара çав пуçтарнă çăнăх, кĕрпе-салатсене пĕр чухăн, начар çын патĕнче пĕçереççĕ; ыраш çăнăхĕнчен çăкăр пĕçереççĕ, урпа çăнăхĕнчен пашалу пĕçереççĕ, кĕрпинчен пăтă пысăка хуранпа пĕçереççĕ, салачĕнчен сăра тăваççĕ. Сăрине тусан, юççе çитсен, илмĕш (scr. илмеш) каç нумайăн пухăву (sic!) пуçтарăнса, чир-чĕр пăтти çиеççĕ. Пăттине пуçтарнă çăв нумай пулсан, пăтă варрине чашăк варине çара çăв туса çийеççĕ. Унтан, çисе-ĕçсе пĕтерсен, юлашкине, ютă пусса канса, пăрахаççĕ. Унта акă епле кайса пăрахаççĕ: пăртак çăкăрне, пашалуне, çăвне чашки-кашки, сăри куркипех пăрахаççĕ. Тата пĕр çур ăштав эрех пĕрте ватмани пăрахаççĕ. Усене çав ĕçсе çийекен ертелтен суйлаççĕ икĕ çына. Усем вара çав парнесене çапла, кайса, тăкаççĕ.

илт

(Ил'т’, ил’т), слышать. Рег. 202. Эп илтрĕм çав сăмахсене каланине (каланисене). Чăвйп. Илтмен сăмахах: илтрĕм, тет, пĕтмен ĕçех: пĕлтĕм, тет. N. Сана эпир илтрĕмĕр: школта, тесе. Мы слышали, что ты в школе. Сред. Юм. Сана пола çăмах илтсе лар конта. Из-за тебя вот неприятности выслушивай. N. Тилли илтмĕш пулса калать: мĕн тетĕн? илтместĕп-çке! Сред. Юм. Ӳлмерен он пик чортта пĕр сăмах илтем пĕрех! — пуçна çапса çĕмрĕп! Пшкрт. лэш окмак єлдäт вы̆лзам сол’аνиын’ä (что они говорят). Якей. «Суйя аки» кам илтет (выслушивает)? — Кам кот парать, вăт илтет (из свад. песни о прежней любовнице жениха). Юрк. Ваттисем, çамрăккисем! Пурсăр та манран илтнĕ пулăр, пурсăра та сире пĕр сăмах! Юрк. Чăваш арăмĕ те ку çапла кăлăхах тертленсе каласа ларнине илте-пыра, унтан кулса тăра пуçлать. Юрк. Кӳрши çапла савăнса чĕннипе илте-тăра, кĕсем те, пӳрте кĕрсе, сĕтел хушшине кĕрсе ларса, хăна пула пуçлаççĕ (гостями стали). Юрк. Итлесе ларакансем илтнĕ пулăр. Рег. 201. Эп вăлсам сăмахсене илтрĕм, вăлсам попленисене. Рег. 142. Эп старикран илтрĕм санпа попленине. Рег. 141. Эп старикран илтсе эс каланине. Рег. 140. Эп илтрĕм вăл каланине. Ист. 144. Халăх, илтнĕ пулăр, акă эпир Панпа вут витĕр утса тухмалла тавлашрăмăр. Юрк. Халăх çапла каланнине илте-тăра ку та: эпĕ ăна лаша илме çĕр тенкĕ парасшăнчĕ, итлемерĕ, тет. Сиктерма. Эп илтеймесĕр юлтăм пулмалла. Я, должно быть, не расслышала. Юрк. Сарă алтăрта пыл йӳçет, ăна ĕçмесĕр каяс çук; пичче? килнĕ хăнана, илтмесĕрех каяс çук. (Хĕр сăри).

им

(им), исцеленне. Букв. 1904. Им пултăр, сип пултăр. || М. П. Петров. «Им — лекарство; лечебное средство в виде напитка». СПВВ. «Им парăр, имлес». Сирах. VIII. Турă çĕршыва имлĕх-сиплĕх панă, анлă-пуçлă çын çĕршыв имлĕхĕнчен усă курса пурăнать. Турă хăй хăватне кăтартасшăн йывăç имĕпе йӳçĕ шыва тутă кӳртмен-и? Эмелçĕ хăй пĕлнипе этеме имлет, чир-чĕр инкекенчен хăтарать. Эмелçĕ, тĕрлĕ им-çам хутăштарса, эмел тăвать. СТИК. Лекĕрсем панă име илме хăрама кирлĕ мар. N. Иванăн хĕрĕх кăшăллă пичĕке пур, тет. Пĕр пăккинчен пыл юхать, пĕр пăккинчен им юхать, тет. (Такмак). См. сим.

имле

(имл’э), лечить. М. И. Петров. Сирах, ХVIII. Чув. кал. 1911, 6. Темĕн чухлĕ макăрса та выльăхна чĕртеймĕн, макăрас вырăнне часрах имлеме тытăнас пулать. Скотолеч. 7. Чĕмерене (сулана) ак çапла имлемелле. Сирах, hVIII. Эмелçĕ, тĕрлĕ им-çам хутăштарса, çынна имлет. Слепой. Çак амална имлес полать (надо лечить). Чума. 1879 çулта çынсем чумапа чирленĕ вăхăтра пĕр Субботин ятлă доктор нумай чирлĕ çынсене, имлесе, вăл чиртен сыватнă.

имле юмла

(имл’э-jумла), лечить заклинаниями. Читать заклинания. N. Чӳклеме сăри чӳкленĕ чухне калакан сăмахсем. Сакăр тăрна, пĕр çăрха(,)уксак курак, симĕс хӳрелĕ чакак. Тăпăл-тăпăл тулă кĕлти, лăпсăр-лапсăр сĕлĕ кĕлти, ытах та вăрăм ыраш кĕлти, имлеми-юмлами пурне пусамя (чит.: пусайми) тумлами пĕр çу ӳснĕ хулă çичĕ хăлаç çурă, çав та пулин хăмла аври. Çавна та кала пĕлменни çиччĕ те пиллĕк курка ĕçмелле; ĕçекенни путене, ĕçейменни карăш. Слова, произносимые во время принесения в жертву пива при обряде чӳклеме. Восемь журавлей, один иноходец, хромая ворона (или: грач, ибо «курак» — общее обозн.), зеленохвостая сорока. Аккуратненький пшеничный снопик, лохматый овсяный, а уж больно длинный — ржаной сноп! (Это такой ковш), над которым нельзя ворожить (т.-е. Который следует выпить без всяких околичностей), на который нельзя наложить пальца, из которого не должно кануть ни единой капли. Прут, росший одно лето, (вырос на) семь с половиной сажен; это — хмелёвая плеть. Кто не сумеет этого сказать, тот должен выпить семь и пять (т.-е. 12) ковшей. Кто выпьет — перенел, кто не сможет выпить — дергач.

им

неизв. слово в загадке. Ст. Шайм. Им-им чечек, им чечек, вĕлле тăрринче пĕр чечек. (Загадка о лисьей шапке — тилĕ çĕлĕкĕ).

имсĕр-сумсăр

(имзэ̆р-с̚ умзы̆р), бесчисленный. Юрк. Хăшийĕн аллинче имсĕр-сумсăр, хисепсĕр, пĕтес çуктăр, пире пур кирлĕ çĕре те пĕр сум тупма халь çук. Ст. Чек. Ун укçа (укс'а) имсĕр-сумсăр. У него денег без счета (куры не клюют). СТИК. Имсĕр-сумсăр — ытла нумай япалана, нумайинчен тĕлĕнсе: имсĕр-сумсăр, теççĕ. См. сумлă. Это выраж. есть и в Стюхине Бугур. У. || Беспорядочно, без соблюдения приличий. Кубня.

имĕш

(имэ̆ш), будто бы; говорят, что. Юрк. Сирĕн Курмăшри (чит.: Кăрмăшри) фотографăн чăваш кĕлеткисем (снимки) пур имĕш. Бюрганский. Ĕлĕк авал имĕш чӳк тунă чухне çын пусма хунă, тет, унтан вара турă, этеме хĕрхенсе, ун вырăнне така пусма хушнă, тет. Юрк. Петр Петрович, эсĕ имĕш татах вырăнсăр тăрса юлтăн, теççĕ; вăл хыпар тĕрĕс-и? IЬ. Эсĕ утилни вăрманне каснă имеш; вăл ĕç тĕрĕс-я, тĕрĕс мар-и? СТИК. Ваттисем каланипе, сăвăр пуян аччинчен пулса кайнă имĕш. О Японии. Таса вырăнсене çынсем юри аякри çĕрсенчен кĕлтума. пуççапма çӳреççĕ. Аякка кайса кĕл туни Японсен шухăшĕпе пит сăвап. Çапла аякка кайса çӳреме пĕр таса (святой) çын хушнă имĕш. Ст. Чек. Вăл имĕш вара (или: вара имĕш) ăна хĕненĕ. Он его будто-бы прибил. || Догадка, слух. СПВВ. «Имеш: вăл имĕшпе-кăна калать = будто; но догадке». IЬ. «Имĕш = будто: вăл имĕшпе çӳрет; вăл пирĕн пата килнĕ имĕш те каланă имĕш». Альш. Чиркăва куçарма саккун çук, тет, имĕш.

имĕш

неизв. слово; встреч. в сложении: имĕш-юмăç, имя легендарной старухи-знахарки. Ст. Шайм. Атăл урлă, çĕр урлă (чит.: Сăр урлă?) имĕш-юмăç пĕр карчăк килет. М. б.. здесь просто ошибка?

инке-арăм

молодая вдова. Вдова, которая еще может ждать жениха. IЬ. Инке-арăм илчĕ вăл, хĕртен (у др.: хĕр) илеймерĕ. Он женился на вдове, а не на девице. N. Пĕр инке-арăм илсе ятăр. N. Вăл арăм инке-арам пулнă, унăн хăйĕн те икĕ ача пулнă. Хурамал. Упăшки вилнĕ арăма инке-арăм теççĕ.

инкек

(ин’г’эк’, ин’гэк), бедствие, беда, несчастье. Сред. Юм. СПВВ. «Инкек — в смысле неожиданной беды главным образом». Инкекпе çын пусăрнать, теççĕ. Несчастье придавливает человека. Алекс. Нев. Новгородра инкек çине инкек тухса пынă. N. Акă инкек! Ку ачу аллине ăçтан ӳксе капла сиктернĕ, кин? N. Çиме çитменни пĕр инкек. || Материальный вред. Шорк. Лаша вилсе пĕр инкек кортăм. Шибач. Инкек полчĕ. Стряслась беда (напр., пропали деньги — окçа çохалать). КАЯ. Инкекĕ тупăнĕ вăл, ырри çук! До беды не долго; чего хорошего, а это как раз! Кратк. расск. 20. Вара эсир: пирĕн тата кĕçĕн шăллăмăр пур, тесе, мĕшĕн каларăр вăл пуçлăха? Эх, ачамсем, манăн инкекĕме (на мою беду) каланă эсир! Жит. свят. Февр. Св. Агафия тĕрме сыхлакансене инкеке кӳртес мар тесе, Христосшăн та аеап курасшăн пулса, тĕрмерен тухса кайман, çавăнтах турра кĕл-туса тăнă. || Бранное обзывание человека или предмета. «Инкек — усал сăмах пулать». М. Шевле. Çын вилесрен хăраса пĕртен-пĕр лашине пусса парать çак инкеке (т.-е. киремети). Юрк. Пĕр чыкан ачи кĕлете вăрлама кĕнĕ. Ăна хуçисем тытнă та, кăна, инкеке, мĕн тăвар-иш? теççĕ. Альш. Эй инкексем! тесе калать, тет; вăл хăех илсе кайнă, тесе калат, тет. Инкек — слабый, ничтожный человек. Турх. Çын лашине çиленсе каланă: инкек! шуйттан пуçĕ! мур хирменĕ! Чарăнса тăрать тата, пăх çиен! М. В. Шевле. Кил хуçи ĕнтĕ тем пекех ӳкĕнет ко инкеке (т.-е. киреметь) çăмăрпа торăран хăтăлтарнăшĕн. N. Мĕн теççĕ-ши ăна, инкеке?!.. Как же это оно называется, шут бы его побрал! (говорит о растении, названия которого не знает). || Инкек — назв. божества. Хурамал. Магн. 113. || Назв. злого духа. Ст. Ганьк. Сар каччăн шăлне-çăварне хăçан та хăçан хурт çирĕ, инкек çирĕ, çавăн чухне инкек çитĕр (инкек — хуртпа перекен усал). Самар.? 77 тинĕс уттинчче сарă ту, сарă ту айĕнче сарă чул, сарă чул айĕнче сарă каччă. Сарă каччăн шăлне-çăварне хăçан та хăçан хур çирĕ (scr.: сирĕ), инкек çирĕ (scr.: сирĕ), çавăн чуне инкек çитĕр, хурт çитĕр (инкек — хуртпа перекен усал). (Из шăл-суран чĕлхи).

инкек-синкек

беда (какая-либо). Зап. ВНО. СПВВ. Инкек-синкек — пĕр-пĕр айăп пулни.

инч-пинч

неизв. слово. Инч-пинч хывăх çинче пĕр пĕрчĕ. (Патша).

инчĕ

неизв. слово в загадке; м. б. то же, что ĕнчĕ «жемчужина». Салагаево. Инчĕ, пинчĕ, хывăх çинче пĕр пĕрчĕ. (Патша).

иплеш

сладиться, обьединиться. СПВВ. КЕ. Иплешес (почему-то с ударением на и). Лаша кĕтӳ кĕтес умĕн çынсем, пĕр çĕре пухăнса, кĕтӳре çĕр лаша пулсан, вунă ная уйăраççĕ те, пĕр кунне вун лаша, тепĕр кунне тата вунă лаша хуçисем кĕтме каяççĕ. Çав вуна лаша йышĕсем пĕрлешни иплешес пулат.

иплĕ

(-л'э̆), удобный, ловкий (cômmоdus), полезный, обторожный, аккуратный. || Послушный. Хурамал. Изамб. Т. Чукмара (дубинку) пысăк пуçĕнчен тытсассăн, пеме иплĕ мар (= неудобно). N. Патакăн пĕр пуçĕ пысăк пулсассăн, çапма иплĕ. Уралка. Иплĕ пул! Хып. 1906, 6. Калаçнă пĕр сăмахĕ вĕсен иплĕ те сиплĕ, çат çыпăççа тăрать.

иптĕк

(ипт’э̆к'), «такая большая площадь земли, что не видать конца-края». Сообщ. П. И. Орлов. Орау. Петĕрк(к)е ывăлин çĕршывĕ халь, те иптĕк, хăй çавах çĕршĕн вăрçать. || Излишек. IЬ. (от КС.?). Унăн пăртак иптĕк пулмалла, ахаллĕнчен (а то) пĕр ятна (с одним душевым наделом) мĕн чул тырă тумалла? У него есть излишек земли против других еtс.

иптăк-каптăк

(ипты̆к-капты̆к), не имеющее смысла выражение, служившее, по преданию, молитвой одному беспамятному столпнику. Сред. Юм. Пĕр çын, пĕр-май юпа тăрне ôхса ларса: иптăк-каптăк, тесе кôл-тунă, тет. Иртсе çӳрекенсем, мĕн хытланать ко ôхмах? тесе, ирте-ирте кайнă, тет. Кăшши: мĕн тăван эс? тесе ыйтсан, кĕл-тăвап, тесе, калать, тет. Нăмаййăшĕ: апла мар, çапла кĕл-тăваççĕ ôна, тесе вĕренте-вĕренте хăварнă, тет, чипер кĕлтума. Çыннисем иртсе кайсаннах, ăсĕм вĕрентсе хăварнине манса, каллах: иптăк-каптăк, тесе, кĕл-тунă, тет. Çав çын çапах çветоя тохнă, тет. Из этого чуваши заключают, что молиться можно как угодно, только было бы усердие.

ир

(ир), утро; утром. Быт. I. Каç пулнă, ир пулнă: пĕр кун пулнă. Ир пулчĕ. Наступило утро. N. Карĕ-карĕ, тет, хай старик, ир тăрса, каçчен çаплах карĕ, тет. Пухтел. Кăçал çуркунне ир килчĕ. Нынче весна наступила рано. IЬ. Кăçал çуркунне ир килмерĕ (н. поздно). IЬ. Ир тухса, каçчен çаплах туптарнă (ехал на лошади). тет. Рег. 1477. Ир килет те, каç килет. Коракыш. Тепĕр ир çинче, на другое утро. М. Яуши. Ир пусан, по наступлении утра. IЬ. Тепĕр ирне, на другое утро. СТИК. Вăл паян ирех сыпрĕ, кĕлĕрен тухасса та кĕтмерĕ. Он выпил сегодня очень рано — не дождался конца церковной службы (т.-е. обедни). Трехбалт. Ир авăтакан куккук кукша пулать (ĕçне тумасăр малтан ан мухтан). Сред. Юм. Эпĕ паян кĕлле иртерехех (совсем рано) кайрăм та, ирхинех çитрĕм (успед к заутрене). N. Пĕр такăнсан (если споткнешься), ирччен, теççĕ. Уж оно если не везёт, так не везёт. (Послов.: за одной неудачей — другая). Сред. Юм. Ир тăракан тулă пĕрчи тупнă, тет. (Послов.). Ист. Ире хирĕç (к утру) Мстислав пиччĕшне çĕнтернĕ (разбил). Актай. Ку арăм тепĕр ирне тăчĕ, тет те, васкаса каять, тет. И. Седяк. Ир авăтакан куккук кукша пулнă, тет. Рег. 1475. Ир вăл тăчĕ, ора сырчĕ, апат çирĕ, томланчĕ, вăрмана кайрĕ. Рег. 308, Якей. Эп кортăм она ир. Рег. 635. Чан çапнине ир илтрĕм; ир чан çапнине (ирхи чан çапнине) илтрĕм. Орау. Çывăрма выртма ир халь; выртман пуль-ха, каям. Лечь сейчас еще рано; вероятно, еще не лёг — пойду. 1-ая кн. для чт. 1912, 21. Пиччесем иккĕшĕ те ирех вăрмана вутта кайсаччĕç. Мана ирек пулчĕ. † Иртен ĕçе каç тухать (бессмыслица?). N. Эпир пĕре çулахи ир ирех хамăн юлташпа Çавал (р. Цывиль) хĕрне пулă тытма карăмăр. Сюгал-Яуши. Çулла пĕр лайăх ир эпĕ ирех тăтăм та, пусма илсе, пулă тытма карăм. † Порçăн тоттăр çавраки каç полттипе вĕлкĕшет, ир еннипе (к утру) лăпчăнать. Актай. Ир çинчен (на утро) хуçи анчĕ лапка патне, итлекелесе тăрать. Тим.-к., Якей. Тепĕр кунне ир çинче кĕтӳне хăваласа уя тухрĕ. IЬ. Ир çинчен сĕчĕсене суса хăварчĕç, тет те, вугă çиме кайрĕç, тет. СПВВ. «Ир çинче вм. ирхине». Тим.-к. Ир çинче хуçа ыйăрне пăхнă, анчах çук пулнă (его не было). Б. Хирлепы. Вара кукша, ир çине тăрсан, йытă çурине çав ихерче пачĕ, тет. Яргуньк. Ир çине яван пăхать те, çырмара пĕр вар хушшинче выртать, тет. N. Пĕр праçник ир çинче эпĕ çытармаран тавăрăвтăм. Бес. чув. 14. Тата çавăнтах пĕчĕкçĕ кӳлĕ те пурччĕ; унта эпир, ачасем, ир пуçласа каçчен, аппаланаттăмăрччĕ. N. Ир çинчен тăртăмăр та, пирĕн кăнтăрла çитнĕ. Рег. 1374. Халь иртерех (еще рано, рановато) полать, эп каймастăп. Юрк. Атăл кĕркунне ир (рано) шăнсан. Никитин. Арăмĕ: ир пуйрăмăр-ши, каç пуйрăмăр-ши? тесе, хĕпĕртенĕ. Хуйхă. Мĕншĕн иртерех çитмерĕн? Почему ты не приехал раньше? Якей. Иртен илсе, каçчен, с утра до вечера. Шибач. Тепĕр конне тăрчĕç (встали) ир çинчен. С. Ирех сиксе тăчĕ (вскочил). Ир. Сывл. 27. Хĕвел иртен ир тухать.

ир-ир

по утрам. N. Кунта халĕ çанталăк пĕр виçĕ кун, ир-ир шăнтса, уяр тăчĕ. Юрк. † Ир-ир тăтăм, каç лартăм, шурă тăват-кăл тутăр чĕнтерлерĕм.

ирхи куна каçчен

день деньской; весь день. Ирхи куна каçченех çӳреççĕ. N. Сурăхсем, ĕнесем ирхи куна каçчен шав çаранта çăрса çӳреççĕ. О сохр. зд. Вĕсем çу кунĕнче, пĕр ӳркенмесĕр, ывăна пĕлмесĕр, ирхи куна каçчен ĕçлесе... || N. Пуçа мĕн килессе пĕлес пулсан, ирхи куна каçчен пурăнмăттăм.

ирхине

утром. Образцы. Ирхине тăм ӳкет-çке, урам хушши типет-çке. Быт. ХLIХ, 27. Вениамин — тискер кашкăр: ирхине хăй тытнине çийĕ, каçпала мĕн тупнине уйăрĕ. Ст. Чек. Ирхине, пит çăвиччен, манка шăнкарсан, манка юхать, тет. N. Ирхине шыва кĕтĕм. Утром я искупался (выкупался). Быт. ХХII. Авраам ирхине ирех тăнă та, хăйĕн ашакне енерлесе хунă. Ч. С. Тепĕр кун ирхине, на другой день утром. Ч. С. Пĕр ирхине (однажды утром) çапла атте пирĕн пата яшкапа пырсан... (вовремя жатвы). † Ирхине тăтăм ирĕксĕр, питçĕме çурăм супăнсĕр. Абаш. Илле лаша пасартан исе килсен, тепĕр ирхине хола (т -е. холана) кайнă. || Утро. Альш. Ирхине пулсан, кайĕ, тесе калатпăр, тет. IЬ. Ирхпиепе аранçĕ ăйха кайнă, тет (мы заснули). Альш. Улмисем ирхинене ĕлкĕрччĕр. Пусть к утру поспеют на ней яблоки.

ирĕк

(ирэ̆к, ирэ̆к'), свобода, воля. Свободный, вольный. Свободно, вольно. Приволе. Привольный. Власть. Соизволение. Ист. Киеври халăх авалтанпах княçсене улăштара-улăштара лартса ирĕке вĕреннĕ. Полтава. Ирĕк çын, свободный человек. Хып. 1906, 31—2. Ытлашши мĕн тăвас икĕ лаша усраса, утă-улăм ирĕк мар. Сборн. мол. 239. Эй туррăмăр, эсĕ ху ирĕк туса çуралнă, ху кăмăл туса килнĕ. IЬ. 44. Нумай хĕрхенекен кăмăлупа, унтан çуралма ирĕк тунă. N. Хăта калать: пиртен ирĕк, тет. Тăват кĕтессинчен пĕр кĕтессине пирĕн çак туй халăхсене кĕрсе тăма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Ст. Яха-касы. Ашшĕ-амăшсем кайсассăн, вара ачисене килĕнче пĕтĕмпех ирĕк пулать (бывает свободно, раздолье). Цив. Вăрманти çулçă сарличчен, вăрман хушши питч(ĕ) ирĕк; вăрманти çулçă сарăлсан, вăрман хушши тăвăрланать. Качал. Çĕлен калать: халĕ санăн ирĕк (=ты хозяин, твоя власть) çĕр çинче. Орау. Ирĕкре (напр., в поле) ӳсекен йăвăç çӳллĕ пулмасть. Хып. 1906, 15 (16?). Улпутсен аллинчĕ нихăçан та пурăнман — иĕк пурăннă. Конст. чув. Турккă хĕрĕпе ирĕклĕ пурăнса, укçасене пĕтерчĕ. Жил с турчанкой на широкую ногу и промотал капитал. Ст. Айбеси. Туррăн ирĕкне çын пĕлмест, теççĕ. (Послов.). Сĕт-к. Апла килти окçая пĕтерес пор, ма каяс ирĕкке? N. 88 саккинче(н) пĕр сакки çак туй халăхне ларса канма ирĕк пулмĕ-ши. (Из речи мăн-кĕрӳ). Букв. I, 1904 г. Тилли пулă лавĕ çинче ирĕк илнĕ, тет (стала распоряжаться по-своему). Альш. Çĕр пулнă ирĕк. Янш.-Норв. Хăвăрта ирĕк = воля ваша. 2 Кадыш, Цив. в. Хăвăрăн ирĕк, мĕллĕ тăватăр (воля ваша). N. Тăхăрвун хăминчен пĕр хăми пире ирĕк пулмĕ-ши, выляса, кулса, ĕçсе çиме? (Такмак) N. Хуларан ирĕк çĕре тухнă. Эсĕ епле çав тĕрлĕ чипер аван арăмна ирĕке (scr. йрке) прахса кайăн? Ч. П. Çакăях та ырă чунăм, ӳссен, ирĕкĕнчен тухас çук. О сохр. зд. Урамсенчен, кил-картисенчен тислĕк, ытти таса мар япаласене те хире (уя) кăларса тăкмасан, е тата çĕрме ял хушшинех ирĕк çĕре купаласа лартсан, эпĕ çанталăкра вĕсем çĕре пуçлаççĕ. Сказки. Иван вара чула тытрĕ, тет те, ирĕкелле утса ячĕ, тет (= на волю). О сохр. яд. Тăвăр тумтир нихçан та ирĕк тумтир пек ăшă пулмасть. Н. Кармалы. Санăн икелӳсене ирĕк çĕре ӳкерес пулать.

ирĕккĕн

по своей воле («охоте»). Вдоволь. Хып. 1907, 10. Шанчăкран тухнă министрсем, ирĕккĕн-ирĕксĕрех, вырăнсенчен тухмалла пулаççĕ. Чăвйп. Мĕн тенĕ, вăл пурте ирĕккĕнччĕ (вдоволь). Чăвйп. Унăн выльăхĕ-чĕрлĕхĕ те, тырри-пулли те ирĕккĕн пулнă (вдоволь). Ев. Манăн аттемĕн темĕн чухлĕ тарçă та çăкăртан ирĕккĕн пурăнать. N. Хăйсем ирĕккĕн (по своему желанию) юрлама вĕреннĕ вырăссем. Нав. ХI. Пĕр хула та Израил халăхне хăй ирĕккĕн парăнман, пĕр Гаваонра пурăнакан Иевейсем анчах хăйсем ирĕккĕн парăннă. Псалт. 6710. Эй турă, эсĕ хăвăн суйланă халăху çине çумăрна ирĕккĕн çутарнă. Юрк. Парнисене мĕнсене хатĕрлемешкĕн ирĕккĕнтерех пултăр тесе (чтобы было более времени...). Букв. 1904, I. Унăн выльăхĕ-чĕрлĕхĕ йышлă пулнă, тырри-пулли ирĕккĕн çитнĕ. Юрк. Вăйлă туя тăвас юлсан, кирек хăçан та çапла çулана хăварма тăрăшаççĕ. Мĕшĕн тесен, вăл вăхăтра ирĕккĕн пулать (бывает вольготнее). Псалт. 1737. Эсĕ ман урасене ирĕккĕн уттартăн. Ч. С. Эй ĕнем, ĕнем! Сĕтне-çуна ирĕккĕн параттăнччĕ, халиччен юрмасăр яшка çименччĕ, çусăр пăтă çименччĕ, пур енчен те тулли тăваттăн. Псалт. 11445. Эпĕ санăн еркӳсене шырарăм та, ирĕккĕн çӳрерĕм.

ирĕлтер

(-д’эр, -дэр), растопить, заставлять таять; плавить и пр. Орау. Паян ирĕлтерет. Сегодня тает. IЬ. Çул çинчи тирслĕк пăра ирĕлтермеçт (не даёт таять). Якей. Ай-ай, хытă ирĕлтернĕ! (сильно тает). || О сохр. зд. Аша ытла хытă пĕçерсе ирĕлтерсе ярас пулмасть. || Тузить, дубасить и т. п. Абаш. Кĕсем вăрçма пĕлмеççĕ: ăна тапкăпа, çопкăпа, çӳçрен ирĕлтерес поть (= полать) пĕр-пĕрне!

ирлĕ-пирлĕ

образующий распутие? М. б.описка? См. урлă-пирлĕ. Андр. Прокоп. Ирлĕ-пирлĕ çул килет, пĕр çулĕпе хĕр килет; хĕрне, тытса, чуп-турăм, çамрăк чуна вăй килет.

ирçе

(ирз’э), мордвин-эрзянин. Мордва-эрзя. Курм., Б. Араб. Б. и др. Симб. Пирĕн Чĕмпĕр кĕпĕрнинче вырăссем, тутарсем, ирçесем, чăвашсем пурăнаççĕ. Т. М. Матв. Вырăс кайрĕ — вырăн юлчĕ, ирçе кайрĕ — ирĕк юлчĕ. (Послов) У него же. Ирçе пасарне каяс = сысма каяс. IЬ. Ирçе пасарне кайса килем-ха. (т.-е. испражняться). Ст. Шайм. Ирçе пăрçа пĕр пăрçа, такана хырăм, йĕп сăмса (тоненький нос). (Насмешка). Это изречение есть и в Трехбалт. Трехбалт (?). Ир тăрсан, ирçе пек, каç выртсан, кашта пек. (Так приговаривают, поглаживая маленького по животику; в этих словах выражается желание, чтобы ребенок вырос высоким и здоровым). || Противный, неопрятный, грязный. ЩС. Сред. Юм. «Ирçе-нечистый, грязный человек. В некоторых местах так называют мордвов». || Назв. чув. деревни Козм. у. || Скорняк. Шибач. Ирçе тир тăвать. Т. М. Матв. Ирçе пăрçа пĕр пăрçа, такана хырăм, йĕп сăмса.

Ирçел

(Ирз’эл'), назв. села Верхних Тимерсян, Ногаткинск. в. Симб. у. Название происх. от Ирçе ялĕ. Чĕмпĕртен 56 çухрăмра. Пирĕн яла хамăр ялсем те ытти ялсем те чăвашла Ирçел теççĕ. Пирĕн ялти касăсем: Малти, Анатри касă, Хыçалти касă, Çӳлти касă, Çапук-касси, Кĕпер-касси, Мăставуй-касси, Çаман-касси, Чиркӳ-касси, Прикас-касси, Хврти-касă. Пирĕн яла Ирçел тесе акă мĕншĕн каланă: ĕлĕк вăл ял вырăнĕнче ирçесем пурăннă, унта чăвашсем, пырса, ирçесене хăваласа янă та, хăйсем пурăна пуçланă, çавăнпа вăл яла Ирçел тенĕ. Пирĕн ял пуçланни икçĕр çул пулĕ. Вăл ял вырăнĕнче ĕлĕк çырман пĕр енче ирçесем пурăннă, тепĕр енче лачака пулнă. Халĕ вăл çырманăн икĕ енĕнче те ял.

ирт

(ирт', ирт, єрт), проходить; опережать, обгонять; превосходить. Завражн. Пĕр-пĕрин çомĕнчен тĕкĕшимасăрах чопса иртсе кайнă. (Ковлы) пробежали один мимо другого, а лбами не соткнулись. Янтик. Икĕ çын каçма çинче тĕл пулнă та, ниепле иртсе каяймаççĕ (не могут разойтись). Образцы. † Çак катари çурта эп тус турăм, иртнĕ-çӳренĕ чухне кĕмешкĕн. Орау. Эпĕ хам питĕ авăк çиллĕ те, час иртет ман (вспыльчив, да отходчив) Т. М. Матв. Иртнĕ кунăн çутти çук. (Старая Хлеб-соль забывается). БАБ. Çĕнĕ çул иртни миçе эрне-ши ĕнтĕ? теççĕ; М. Сунчел. Çапла тусан та, мур иртсе каймарĕ. Орау. Иртсен, эрне иртĕ. Самое большее пройдĕт одна неделя. N. Нумай калаçакан çыннăн чăлхи-çăварĕ хăйне кирлинчен иртсе калаçать. Кратк. расск. 24. Выçлăх иртесси тата пилĕк çул-халĕ. N. Ялсем çумĕнчен ирте-ирте пынă чухне, при проезде мимо деревень. N. Ахаль те иртсе каятьчĕ полĕ-и. N. Çирĕм çултан иртнисем, те, кто старше двадцати лет. Рукоп. Календ. 1908. Ĕлкĕрсе иртмен улма (в Якейкиной скажут: полса иртмен паломми), яблоки в самую пору. † Çуна лайăх, тиейса, çынтан иртсе чупас мар, çуна тупанне пĕтерес мар. Чув. песни, З. Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Питрен шерпет типет-çке, пиртен вăйă иртет-çке (= мы уже выходим из того возраста, когда людям прилично участвовать в играх). Альш. Утил иртсен = когда отошли от Удела; когда перестали быть удельными крестьянами. Альш. † Питрен шерпет типминччĕ, пиртен вăя иртминччĕ. Б. Сунчел. Вунă çухрăм каясси кунта иртнĕ пирĕн. Мы здесь провели столько времени, во сколько могли бы проехать десять верст. Богдаш. Урамăрпа иртсе сар хĕр пырать, çитсе, сăмах хушса пулмарĕ. Ст. Шайм. Иртеех те пырать çамрăк ĕмĕр, ылттăн-кĕмĕл парса чарăнмасть. Хып. 1906, 16. Çапла вĕсем, Шупашкартан тухсан, пĕр çич-сакăр çухрăм иртсе килнĕ (проехали по направлению сюда). М. В. Шевле. Иртсе кайсан, ним тума та çук. Что с возу упало, то пропало. Прошлого не воротишь. СТИК. Çулталăка пĕр вăя иртеймессĕн сунатрам? Вам кажется, что (нашим) играм, которые бывают только раз в год, не будет конца? Сред. Юм. Кăш те-пôлса ыттисенчен питрех вырса кайсан: иртсе вырать, теççĕ. Н. Шинк. Т. Сантан иртекенни нимĕн те çук, (Молитва к «Турă»). N. Турă çырнинчен иртсе пулмарĕ. Не пришлось уйти от судьбы. Ой-к. Лаша хӳхĕм, тесе, çынтан иртсе чопас мар. Юрк. Вĕсем турă хушнинчен пĕрте иртмен (всегда исполняли). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. (Послов.). Пшкрт. єртсä к̚ аjны̆ с’ын, избалованный, испорченный человек. Хып. 1906, З1-ЗЗ. Мĕшĕн капла пĕчĕклех çын патне паратăн (отдаешь в услужение)? тетĕп. — Ах, ырă çыннăм, эсĕ апла калатăн, пирĕншĕн пыр иртни те тем пырать-çке. Трехбалт. Пирĕн çамрăк ĕмĕр иртсе килет (идет к концу), ылттăн-кĕмĕл парса чарнас çук. N. Халĕ ĕнтĕ çук, иртсе карĕ. Теперь уже этого не воротишь. Качал. Лайăх лаша, тийиса, çынтан иртсе чупас мар, çын кăмăлне хуçас мар. Юрк. Ăçта çитнĕ, унта, турă ятне мухтаса, вăл çырнă ĕçсенчен çынсене иртме хушман (не велели). Якей. Пĕр-пĕр çын ĕçсе ним пĕлми полсан, он çинчен: кон иртсе кайнă, теççĕ (т.-е. перешло через меру; хватил лишнего). N. Ун сăмахĕнчен ан иртĕр. Шурăм-п. Пирĕн Шупашкар уясре (чит.: уясĕнче) виçĕ ятпа пĕр анаран кĕлт-çеç иртет (чуточку больше десятины). Серг. Рад. Пайтахчен çак монастырте (чит.: мăнастирте) вуник çынран ытла иртмен (было не более двенадцати человек). Собран. Турăран иртсе ним те тума çук, теççĕ. Орау. Çын хăйĕнчен иртеймеçт иккен! Оказывается, человек не может превзойти самого себя. Ч. С. При калать, тет: манăн лаша иртет, тепри: ман лаша санĕнчен иртет, тесе калать, тет. Янгильд. Козм. Манăн йолташ Петĕр иртес — иртиман, анчах орийĕ çона топан айне полнă та, таптаса кайнă орине утне (?) сăтăрса йолнă. Шарбаш. Тăват тенкĕрен (те) иртрĕ. Обошлось дороже четырех рублей. || Обходиться (улаживаться). Якей. Пăрлă шура шăва кĕни ахалех те иртмерĕ. Купанье в ледяной воде (в воде со льдом) даром не прошло. Бес. чув. 10. Тен виç тенкĕпе те иртсе кайĕ. Бес. на м. г. Тата çынсем хушшинче нумайĕшĕ мĕне те пулин, турă ирĕкĕнчен иртсе, хапсăнакан та, пур. || «Избаловаться». Шорк. Иртсе кайнă. Избаловался. Пшкрт. Ку çын ытларак (ытларак) иртсе (єртсä) кайнă (слишком «избаловался», т.-е. опустился нравственно). Якей. Эс уш (здесь «ш» не озвончается) итла иртсе карăн, тепри сантан теминçе хут япăх (хуже) порнать полсан та, ним те шарламаçть. И. Патт. 25. Унăн айĕпе (под нею) уй-хирсем, çарансем, шыв-шурсем, тавайккисем ирте-ирте юлнă (мелькали одно за другим).

иртĕх

(ирд’э̆х'), становиться избалованным. Орау. Çăккăрпа ан выльăр! çăккăрпа ан выльăр! Пĕр-ик кун выçă усрамалла сире, ытла иртĕхнĕ! (говорят ребятам). КС. Лашана пĕрмай лайăх апат парсассăн, иртĕхет (перестает есть обыкновенную пищу, избаловывается). IЬ. Ачисем пит иртĕхнĕ (избалованы, набалованы). Хĕвел 1. Эпир çак хĕр-арăмсем пекех пулмăпăр; вĕсем ытлашши те иртĕхеççĕ. КС. Эхи-и, ачам, лашу иртĕхсе кайнăç! Э, брат, лошадь-то у меня (говорит о своей лошади, хотя афф. притяжательный относится ко 2-му лицу) с жиру бесится! (Напр., у нее хороший корм, а она «балует»: не ест, раскидывает мордой корм, или ест сухую солому и пр. Сирах hVII. Ытлашши çию чире ларать, иртĕхсе çие-çие тăм-хаяр (в рукописи: тум-хаяр) чир те тупăн. Иртĕхсе çинĕ пирки нумайĕшĕ вилĕм тупнă, пырне чаракан кун-çулне малалла тăсать. Абаш. Иртĕхсе кайнă. 1. Расшалался. 2. Стал жить роскошно.

иртнĕ кун

намедни. Вăрманта юр пусăрăннă çĕр çук; тата юр та иртнĕ кун анчах çунăччĕ, çавăнпа юр çемçерен йĕлтĕр юр ăшне пĕр шите яхăн, хăш-хăш тĕлте ытларах та кĕре-кĕре каять.

ирттер

понуд. гл. от ирт. В верх. говорах скажут: иртер (с одним «т»). Н. Шинк. Çавăнта вара вĕсем кама курнă, ăна хĕрхенсе сапмасăр ирттермеççĕ (не пропускают). Ал. Цв. Çапла вĕсем, çурăм-пуç çутăлса киличчен, çывăрмасăрах ирттернĕ (не спали). Сирах. Аслă çынсем, тӳресем, пуçлăхсем пит чаплă, турăран хăракан вĕсенчен те ирттерет (превосходит). Сказки и пред. чув. 16. Пĕр-пĕринчен чĕлхеçĕсен ирттереççĕ чĕлхисем. Быт. ХLVIII, 22. Сана эпĕ, хăвăн тăванусенчен ирттерсе, пĕр пай çĕр паратăп. А я даю тебе, преимущественно перед братьями твоими, один участок. Симп. II, б. Эпир ĕçнĕ вырăнне турă ирттере патăр-и! Хып. 1906, 4З. Пирĕн çынна улпутсем çемçе сăмахĕпех япатса ирттереççĕ. Хып. 1906, З6. Ку сăмах тĕрĕс, тĕрĕсне калать старик. Пире ялан пуçран шăлса ирттересшĕн. Ĕçне нихăçан та курмастпăр. Хып. 1906, 29. Вĕрентекенсем «чахотка» тиекен чире таса мар, тăн пăсăк пуртре кун ирттернĕлĕхпе каяççĕ. Ст. Письмерь, Ставр. Малтан каçхи кĕлле ирттереççĕ (совершают), унтан вара ирхи кĕлĕ пуçланать (на Пасхе). Вăйран ирттерсе ĕçлеттерет. Заставляет работать сверх сил, ССО. Декий вилнĕ, ун хыçĕнчен тата темиçе патша вилнĕ. Пурте вĕсем суя тĕнлĕ çынсем пулнă; Христос тĕнĕпе пурăнакан çынсене юратман, вĕсене темĕн тĕрлĕ асап кăтартнă. Константин Великий те патшара ларса ирттернĕ (закончил свое царствование). Çав Константин Великийрен пуçласа патшасем Христос тĕнне тыта пуçланă. Юрк. Мун-кун иртнĕренпе ку кунччен эпĕ сан тĕлĕнтен темĕн те пĕр шухăшласа ирттертĕм. † Кайрăм, килтĕм, хăна пултăм, малтан килнисенчен ирттертĕм. N. Ашшĕ, уртмакçа кучченеç парса (сумккана хума), калать: кая ан илсе кил, ирттерсе илсе кил, тет (принеси не меньше, а больше, чем мы даем). Изамб. Т. Хĕрпе кĕрӳ кӳртнĕ чухне хăш енчи ирттерчĕ? (чья взяла зерх?). Изамб. Т. Вырăсăн ĕне пĕрре анчах пулать та, ул та чăвашăн пилĕк-улт ĕнинчен ирттерет. N. Çавсене (камни) тăпăлтарса кăтарса, ывăтса, ман патшалăх чиккинчен ирттерсе ярсан еtс. (если перекинешь далыпе границы моего государства). С. Тим. † Ăрамăрсем вăрăм, юр тарăн, — епле ирттерем-ши çунана? По толкованию А. С. Курушина, çуна ирттерес = çул çинче ху умăнта пыракантан, чуптарса, мала тухас. Б. Бур. † Вуниккĕн çăпата эпĕ сыртăм, пушмак-чăлхасенчен ирттертĕм (мои лапти вышли лучше башмаков с чулками). Альш. Вуниккĕнле çăпата эпĕ сыртăм — пушмак-чăлхаран ирттертĕм. Орау. Лашана, килĕшнĕскерне, илимарăмăр. Пĕр тутар мурĕ икĕ тенкĕ ирттерсе пачĕ те, исе карĕ лашана (набавил 2 целковых и купил). Пазух. † Кайранах та килнĕ хăнасемех малтан килнисенчен ирттерет. Юрк. Вырăс çынни унта та каллех, пĕр-икĕ пуç ĕне усраса, чăвашсенчен ирттерет. || Преувеличивать. Хып., 1906, 12. Акă ĕнтĕ пĕртте ирттерсе каламастăп— витене (словно попал в хлев) кĕнĕ пекех туянчĕ. Сред. Юм. Ирттерсе яран (или): ай-ай, сăмахха пит ирттерен эсĕ! || Спускать (т.-е. прощать). Т. М. Матв. Каçхи хырăм каçарать, ирхи хырăм ирттермест. || Жить; вести себя. П. П. Т. Ку Питĕркке чисти çаплах пит эретсĕр ирттернĕ, тет (жил распутно, беспорядочно). Ист. 158. Патша хăй ĕçе çыпçăнман, каяка çӳрекелесе, хăнана çӳрекелесе анчах ирттернĕ (проводил время). Ашшĕ-амĕшне. Вĕсем пит килĕшӳлĕ, пĕрне-пĕри юратса, пĕр-пĕрин çине пăхса-çеç ирттернĕ пек ирттернĕ. || Справлять. С. Тим. Çапла вара хĕрт-сурт чӳкне ирттерсе яраççĕ. Юрк. Пухăннă вăсем пурте кун патне хăнана авланнăранпа аллă çул арлă-арăмлă пурăннине асăнса ирттерме. || Проводить кого на тот свет, т.-е. совершать поминальные или похоронные обряды по случаю его смерти. Ача çине чăхă анчах пусаççĕ е çăмарта кăна пĕçереççĕ. Ăна ирттерме ăратнисене пуçтармаççĕ, кил йышĕсем анчах хывса ирттереççĕ. IЬ. Ачана ирттернĕ чух, стена çумне икĕ çурта лартаççĕ. IЬ Ачана (по ребенке) пумилкке те тумаççĕ, виççĕмĕш кун ăна пĕтĕмпех ирттерсе яраççĕ (заканчивают все похоронные церемонии). || Вставить слово?

искĕрт

(иск’э̆рт', искэ̆рт), держать ребенка, чтобы он мог удобно испражниться и выпустить мочу. И. С. Степ. Искĕртес. КС. Искĕр = ача сыстарас, шăртарас. СТИК. Искĕртес = сыстарас, шăртарас ачана. СПВВ. КЕ. Искĕртни — пĕчик ачасене амăшĕсем, икĕ пĕççинчен тытса, искĕртсе лартаççĕ; какка тутарни. Городище Буинск. к. Ачана искĕрт. Держи ребенка в положении, удобном для испражнения, и заставь испражняться. Ст. Чек. Искĕрт ачăна = тытса сыстар ачăна, шăрт. N. Çав çӳпĕ çинех тата ачасене искĕртеççĕ, унтан вара вăл та çĕрсе шăршланать. О сохр. зд. Ачасене искĕртмелли пĕр-пĕр савăт тытас пулать. То же слово, и в том же значении, есть в Шибач., Хорачка, Изамб. Т. и др.

ислет

(исл’эт', слäт, ислэт), вымочить. КС. Кĕпене ухаччен ислетеççĕ (мочат). IЬ. Пушăт ислетес — мочить лыки. || О сильном дожде. Ах тôр, пирн патăрта паян çăмăр ислетрĕ (= пит çурĕ). Сред. Юм. || Избить (кого). Сред. Юм. Паян пасарта пĕр тôтар тôтăр вăрланă та, ах тôр, ислетрĕç! IЬ. Эсĕ она пĕр-пĕр тытса хытă ислет-ха (прибей). Толст. Атте шальçа илчĕ те, тытăнчĕ кăна шальçапа ислетме (колотить). Юрк. Атьăр, ăна пит хытă ислетер, вăл ӳлмĕрен капла вăрлама кĕлете ан кĕтĕр. N. Пĕре ислетс, илтĕм эп она. Я его вздул. СТИК. Пит хытă ислетсе илтĕм-ха, анти хыçалантăр (избил). || Здорово наесться. СТИК. Пит хытă ислетрĕм-ха, ĕнтĕ пăртак тăрăп (немножко побуду без еды).

исмаса

(исмаза), исмасса, по крайней мере. См. иçмаса. Юрк. Кирлĕ мара калаççа лариччен, исмаса кĕнекесем вуласа ларăр. Хып. 1906, 7. Исмаса, ахаль ларса пыраччен, хаçат вуласа пырăп, тесе шухăшласа, хай хаçат сутаканран пĕр нумĕрне, карттинккăлине, 20 пус тӳлесе, сутăн илтĕм. Юрк. Туна-тунă, исмаса чул çурт тăвар, тет. Если уж строить дом, так давайте выстроим каменный. В этои случае в русск. народном языке скажут: «уж если строить, так, по крайней мере, каменный». См. ыччăмарса.

ит

(курм. ит, ит, Пшкрт. єт, В. Олг. ит), спрашивать. Эта форя свойсвенна наречию вирял. Шибач. Итет (ид'эт), спрашивает. Та же форма в других говорах: курм. идат', В. Олг. идэт (гдв д и т почти не палат.), Пшкрт. єдäт. См. ыйт, ыт. Рег. 773. Ит онтан, тата инче-и хола. IЬ. 4ЗЗ. Итет полсан, пар она. Якей. Ман сантан пĕр япала çинчен итмели пор-ха. Уменя есть до тебя просьба.

итем

(ид'эм), гумно. См. анкарти. Сред. Юм. То же слово в Аттик. СПВВ. КМ. «Итем = анкарти». Сред. Юм. Итем тесе кил-çôртран ăрасна ял хыçĕнче кĕр-кôнне авăн çапма тыр кӳртекен çĕре калаççĕ. Онта паранксĕм лартаççĕ, тăта утă та çăлаççĕ. Пôс хĕрнелле хӳреллĕ çынсĕн итемĕ те пахчи те пĕр çĕртех пôлать; ял варĕнче ларакан çынсĕн çôрт вырнĕлĕх çĕр З60 квадр. саж.-çиç пôлать те, тепĕр З60 квадр. саж. çав итем илеççĕ. Сред. Юм. Халăхпа пăхса çӳренĕ тôхне итем йышăнса йôлсан: итем илсе йôлтăм, теççĕ. Четыре Пути. Ирхине тăрсанах, пурте пĕрле ирхи кĕлĕ тăваччĕç. Унтан хăшĕ хире каяччĕ, хăшĕ итеме. || СПВВ. «Итем = йĕтем = ток».

итем варри юпи

(ваϱϱиы), столб посереди тока. Изамб. Т. Ашăм сарнă чухне итем варри юпинчен пĕр утăмран (шаг) сарма пуçлаççĕ.

иччăмарлин

(ич’ч’ы̆марλиын', с иы в начале!), по крайней мере. КС. Иччăмарлин эсĕ те пулсан кайса калаç. По крайней мере хоть ты ступай и поговори. || Даже. Иччăмарлин вăл та мана кураймасть-çке. Даже и он меня ненавидит. Ч.С. Лашанăн тирне сĕвес те, сăран тума парас; иччăмарлин (scr. ичĕмарлин) сăранĕ пĕр вырăна юрĕ, тет (на что-нибудь пригодится).

Ихваня

(Ихван'а), имя человека, у которого был в гостях Пугачев. Шарбаш. Ĕлĕк пирĕн ялта пĕр Ихваня ятлă пуян чăваш пурăннă. Пăкача килсен, ялти çынсем пурте вуслăха тарнă (варман анкарт-тулăнче; хатĕ çук). Пĕр Ихваня анчах, ял хушшине юлса, хунь кĕлечĕсенчи сĕлĕсене кил-хушшинчи пур вăлашкасене тăкса, Пăкачана кĕтсе тăнă. Пăкача пур пуçлăхĕсемпе Ихваня патне кĕнĕ. Вĕсем учĕсенĕн... чăваш арăмĕсен хушпусене çакнă. Çав хушпусене пурне те вăл Ихванья лайăх пăхнăшăн панă. Ихванья вара ĕлĕкхинчен ытла пуйса юлнă. Пăкача чăвашсене тивмен. Пăкача чăвашсене пачăшкăсене вĕлерме ирĕк панă. Янкă пачăшки Çемере пĕр çынпа туслă пурăннă, тет. Чăвашсенчен тарса, вăл тусĕ патне пычĕ, тет те: пытар, тесе, тархасла пуçларĕ, тет. Лешĕ: пачăшкă тус! ют çын вĕлериччен, хамăнах вĕлерес пулĕ, терĕ, тет те, пачăшка пуртăпа начăклаттарчĕ, тет (= рубнул топором). Шурча пачăшкине явăç тăрне çакнă. IЬ. Ихваня ăратти (ы̆раττиы): Ихваня, Сахал (?), Чолмаса, Охать (или: Охаттi), Тимоххи Еххим, ыттисем те (,) Кĕркори, Кирула (Пĕчĕк Йăван Çимен куккăшĕ).

иш

(иш), ломать, ворочать. Байгул. Хĕрне илсе кайăпăр пӳртне ишсе хăварăпăр; ашшĕ тытĕ пӳрт хуйхи, амăш(ĕ) тытĕ хĕр хуйхи. Сказки и пред. 8. Арманăма усалсем лăштар-лаштăр ишнĕ те, тара панă таçталла. Макк. I, 1. Çурт-йĕрĕсене, хула хӳмисене пурне те ишсе хăварнă. Мукры, Цив. Çерçи яви ишсе çӳреççĕ. Разрушают воробьиные гнёзда. Юрк. Пӳрт маччине ишсе каякан тупă етри çухрăм çурă пĕр еннелле кайса ӳкнĕ, никама та сиен туман. Неверк. Амăш хĕрне памасан, кĕлет тӳпине ишше ил (разломай кришу клети, где спит девица, и укради её). Ч. С. Хăшĕ витресемпе шыв тултаççĕ, тата хăшĕ-хăшĕ пӳрт пурисене пакăрсемпе турта-турта ишсе антараççĕ. Ч. П. Çине (т.-е. арăмĕ çине) хĕрлĕ çыран эп ишейрĕм (обрушил). Чăвашсем 28. Тăпра ишсе таптасан, çав шăтăк (могила) умне вут чĕртеççĕ. || Ходить и топтать (или мять). Ходить по грязи. КС. Паян ун лашисем калча çинче (или: калчана) хытă ишрĕç (истоптали всходы). Шурăм-п. 14. Хунар çук пулсан, лапрашĕнче ишмеле анчах. Если бы не фонари, так по грязи хоть плавай (т.-е. очень грязно). Орау. Халь те каçма шухăшламарăмăр! Пăх-халь, мĕн хăтланаççĕ!.. Иш те тух ĕнт çавăнтан. Хорошо, что мы не вздумали там переходить!.. Смотри-ка, что делают!.. Попробуй-ка вылезти из этой топи... (Из разговора о переходе через топкое место). СТИК. Юр çинче ишсе çӳрет. Ходит по глубокому снегу (= ашса çӳрет). || Мять (медовые соты). || Городище Б. Ст. Чек. Ута ан иш. Не мни сено. || Плавать (обыкновенно об одушевленных, но иногда и о неодушевленных предметах). См. юх. Чинер. Ишме пĕлетни. Умеешь-ли плавать? Орау. Вăкăрăн варĕ ыратсан, ишекен кăвакала курсан, варĕ ыратни чарнать, тит. (Переведено из Колумеллы). Кожар. Эпĕ ишше каçса карăм, ыйттисем те каçрĕç ман хыççăн. N. Хăваласа çитрĕ, тет те, ишекен кĕреçепе вилле пĕрехçех çапрĕ, тет (как хватит покойника веслом). | Метаф. Шурăм-п., 18. Пур ял эрех ăшĕнче ишет... Юрк. Çав пĕлĕтсем... ишше çӳрерĕç (ходили). || Много есть, есть до отвала. Череп. Ишрĕмĕр. Много ели, до отвала. В том же знач. употр. и в др. гов. || Усиленно работать «ворочать». Тайба. || Колошматить, дубасить. Ст. Чек. Ăна ишсе янă (отдули, отдубасили).

Иштек вăрманĕ

назв. леса. Ормай. Пирĕнтен пĕр çухрăмра, Иштек патĕнче, вăрман пур, ăна «Иштек вăрманĕ» теççĕ; пĕр тĕлтине «Киремет алăкĕ» теççĕ.

уй

(уj), ой (оj), поле. Чув. Сбор. 1. 54°. Уй аксан, уй перекетне пар. Якейк. Уй-уй орлă уй корнать. С Янгильдино, Козм. у. Уйра шур сурпан выртать. (Йĕлтĕр йĕрри). N. Ойра пĕр çын сорпан сарĕ. (Йĕлтĕр йĕрри). Рег. 624. Çынсам ойра (ойри çыпсам) портс йĕпенчĕç. IЬ. 1103. Ойпа (ойсампа) çӳрерĕм. СПВВ. Т. А. Оя каяс, уя каяс. Серг. Рад. Йывăçсене касса, уй тунă. П. Шигали. Кăвак ут утлантăм, эпĕ хир каçрăм, хир каçаймасăрах уй каçрăм. Чураль-к. Ыраш уйĕн килтĕмĕр, шыра-шыра килтĕмĕр. См. Упа юрри. Якейк. Уй-уй орлă акисам, салам ярса та, салам çитмеçт. Ямбулатово. Ойра ойран çупçи ларать. (Тырă хăмăль). N. † Уй пуçĕнчи улмаççи. Орбаш. Çак ача пăшал ящй те, уяла тухса каярĕ. Чертаг. Уялла — у жителой степи, не у лесных жителей. Альш. И уй тулли, уй тулли, кăвак чечек хир тулли. Сред. Юм. Уй, куçлă, вăрман холхаллă. В. Н. Орл. Уй куçлă, вăрман хулхаллă. || Поляна в лесу. СТИК, Сред. Юм. || Прозвище. Сказки и пред. чув. 53. Ав, Уй Петĕр ывăлĕ.

уй ани

«неспособная земля, дележная, дрянная». Тюрл. Могонин. Çавăн пекех пĕр пусăк çын пĕчĕк çынăнне уй анине пĕр утăм пек кĕрсе сухаланă.

уйлăх

пространство, занятое полями. Торай-к. Пĕр ен вăрманлăх, пĕр ен уйлăх. (Кĕрĕк).

уй тӳпи

(т̚уби), наиболее возвышенная часть поля. Якейк. Уй алкăнчен корнмасан, уй тӳпине тохса пăх. N. Çитсессĕн (пришедши), унтан ыйтнă (спросил): манăн пӳрт ста лартас? Вăл уна пĕр уй тӳпине кăтартса панă. || Назв. поля в с. Янгорчине, Ядр. у.

уй-çӳк

(уjζ’ӳк). полевое моление, устраиваемое на правднестве «Çинçе» или «уяв». N. Уй чӳк тунă çĕре те каяттăмăр. N. Вĕсем уй чӳк юманĕ патне пуçтарăнсан, пашалусене пĕр çĕре утă купи пек купалаççĕ, чашăккисене пĕр-икĕ ана сарлакăш пулĕ, икĕ ерет лартса каяççĕ. N. «Уй чӳк — жертва перед полевыми работами». Янш.-Норв. Пирĕн ялсем кашни çулах уй чӳк тăваççĕ: çав уй чӳкне вĕсем кирек хăçанах çимĕк иртсен икĕ эрнерен таваççĕ. || Назв. урочища. Ст. Ганьк. «Пирĕн ялта тĕне кĕмен чăвашсем унта халĕ те чӳк тăваççĕ».

уй ӳкĕ

назв. молення. Хурамал. Уй чукĕ. Уй чӳкĕ тăвас тесе, килĕрен укçа пухаççĕ. Çав укçапа хăш çул тына илеççĕ, хăш çул вăкăр илеççĕ; кăçал тына илчĕç. Çуллен тĕрлĕ асăнса чӳк тăваççĕ. Уй чӳкĕ тăвас тенĕ кун пурте килĕрен пашалу пĕçереççĕ. Кăнтăрла иртсен, пурте пашалу, кĕрпе, тăвар илсе, çуллен тăвакан çĕре, хире, пухăнаççĕ; унта тата хăшĕ сурăх таки е путекки илсе пыраççĕ. Вĕсене хăшне «кăчăкă таки» тесе чӳк тăваççĕ, тата хăшне «Кепене», тата Кăрпана тесе пĕр така асăнчĕç. Такине силлентернĕ чух пурте çĕлĕкĕсене хул-хушшине хĕстереççĕ, çийĕсене тумтир тахăнаççĕ, вара çапла каласа асăнаççĕ: çырлах, Кăрпан, сана асăнатпăр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, пуççапатпăр. Çĕре ан хăрт, тырра-пулла ан типĕт. Сана çул çавăрнăçпе, карта тĕспе, хура халăхпа асăнатпăр. Çырлах, Кăрпан, савса панине савса ил! тесе таки çине шыв яраççĕ; таки силленсен, пурте, капăртатса ӳксе, пуççапаççĕ те, вара пусса пĕçереççĕ. Пиçсессĕн, каллех чӳклеççĕ. Тынине те çаплах асăнчĕç: çырлах, Пӳлĕхçĕ амăш! Сана асăнатпĕр, витĕнетпĕр, тав тăватпăр, юççапатпăр. Кирек мĕн те пулсан, çырлах, Пӳлĕхçĕ амăш; сана çук чух асăнтамăр-витĕнтĕмĕр, халĕ пур чух хура халăхпа кĕлтăватпăр. Çырлах, савса панине савса ил, кирек мĕн те пулсан, теççĕ. Тынине асăначчен. «Чĕлпĕр тытан», тесе, хур силлентереççĕ. Вара, пурне те пĕçерсе пĕтерсен, хурансене ĕречĕпе лартаççĕ те, пурте, тăрса, чӳклеççĕ; пĕр хуранне чӳклемессерен ӳксе пуççапаççĕ. Унтан вара халăха курăк çине ларма хушаççĕ те, какайне, пăттиие валеçсе параççĕ те, пурте: тунă чӳк-кĕлĕ вырăнлă пултăр, тесе, таврăнаççĕ.

ой хапки

(хапкиы; к не смягч.), полевые ворота. Б. Олг. Пĕр уй хапкинчен тохнă чох, пĕр ластăк лере кайсан, кашкăрсам воннăн-вонпилĕкĕп лараччĕ.

уй хапхи

, ой хапхи, , полевые ворота. N. Çиттĕрĕ Иван ой хапхине, ой хапхинче тăрать пĕр хăрушă арăслан. Абыз. Атте, мана курас килсен, уй хаихнне тухса пăх. (Солд. Песня).

ой-ой!. Уй-уй!

межд. Удивления и жалости. Яргуньк. Ой ой, кона ытларах полнă! С. Ой-ой (охох)! конта пĕрене... пĕр ял лартма та çитĕ! Синер. Уй-уй, пула нумай кĕнĕ! тесе калать, тет, йăтса та кăлараймăп. Яргуньк. Патша: сана хĕр парасси паран, çакăнтан курăнакан çурт ту, вара хĕр парăп, терĕ, тет. Старик: ой-ой! тесе, хуйхăрса таврăнать, тет.

уя

, оя, соблюдать, почитать, беречь. N. Хайхи пуяннийĕн уямалли кун çитет, чухăн тăракан тăванĕ кун патне хăнана, килет. Аттик. Пуринчен ытла вĕсем çураçма тенине, пĕтĕм ĕçе пăрахса, ялпа уяççĕ. Альш. Чăваш пит праçник таврашĕ нумаях уясах тăмас. N. Пирĕн чăвашсем Мункун праçниккине Асап ернинче юг кунах уяма (праздновать) пуçлаççĕ. N. Паян эпĕр уятпăр. Мы сегодня празднуем, не работаем. N. Уяв тесе калакан праçнике уяма тытăнаççĕ. Чисосл. Иоана Богослов апостол вилниие асăнса уяни. N. Çакссм малтанхи чĕрĕлнĕ куна уянă. Сред. Юм. Уяса-туса тăмас ô. (не жалеет). Орау. Хăне хăп уямасăр çӳрет. Не бережет себя. Орау. Япалана уямасăр тыткаламастăи-çке эсĕ. Орау. Хăна ху уяса çӳретĕн. Псалт. 75, 11. Çавăнпа этемсем сана шухăшĕсенче те аслăлĕç, сана пур шухăшĕсемпе те упĕç. СВТ. Шатра чирĕ пĕрре яла пырса кĕрсен, пурне те тĕрĕслесе тухать, ваттине-вĕттине уямасть. П. П. Т. Пуçне хăпартса пăхакана пĕртте уямас, хулăна чаш тутарат. (Сĕрен). Дух. паст. Пĕр уямасăр ятла вĕсене. N. Эсĕ япалана уямасăр тыткалатăн (обращаешься без осторожности). № 37. Ист. 52. Стариксемпе хĕр-арăмсене те уяса тăман (не разбирали), вĕсене те вĕлернĕ. Орау. Хăна ху уйăрăх çӳре. Будь осторожнее в отношении простуды и чистоты. Шибач. Уямасăр тыткалать: чашкă тытать, ӳкерет, çĕмĕрсе пăрахать. Тюрл. Уяса пĕртте тыткаламастăн эс.

кивĕ уйăх

кив ойăх, ки ойăх, старый месяц. Чув. прим. о пог. 158. Кивĕ уйăх — старый месяц. Б. Олг. Çĕн ойăхăн тиркетпĕр пĕр пӳртлĕх юç касма, карта тума, çăнăх артма. Кирек мĕне те тиркетпĕр. Ки ойăхăн тата çӳç кассан, час çитĕнет. Çĕн ойăха тиркетпĕр, ки ойăхăн йорат. Тимĕрçе портă хорç хумашкăн каймастпăр — час катăлат. Çăнăх артма каймастпăр — перекет çок. Çĕн ойăхăн пор япалая тиркетпĕр. Тохăç çок, çăтлăх, теччĕ. Пӳрт лартсан, пĕрене час çĕрет; ки ойăхăн касас, теччĕ. Тырă акма тиркемесчĕ (= тиркемеççĕ). Н. И. И. Кивĕ уйăх — уйăх катăлсассăн; çĕнĕ уйăх — çĕнĕ тусан. IЬ. Кивĕ уйăх — после в дней; çĕнĕ уйăх — первые 8 дней (здесь противоречие).

уйăх

ойăх (уjы̆х, оjы̆х), луна, месяц. Трехбалт. Уйăх йĕтем пысăккăшĕ, теччĕç ваттисем. Альш. Уйăх çинче шыв кĕвентиллĕ хĕр тăрать, теççĕ. Н. Седяк. Уйăх çинче кĕвентепе витре ятнă хĕр тăрать. Çав хĕрĕн икĕ вăрă пиччешĕ пулнă, тет. Ăна çур-çĕр тĕлĕнче, вăрăран таврăнсан, шыва янă, тет. Çавăнта хайхи хĕр, макăрса, каланă: мана уйăх хăй патне илинччĕ, тенĕ. Вара ăна уйăх илнĕ. В. Олг. Полнă ĕлĕххи арăмăн хĕрĕ. Амăшĕ осалпала пĕр шот тытнă, осала качча парас тенĕ. Çиччас хĕре çор çĕрте каранхи амăш хусарат шу патне. Каят хĕр шу патне макăрса. Шу патне çитсен, осал исе каймалла хĕре. — Ойăх та пор, тет, хӳел те пор, тет — осала качча кайиччен, илĕр мана, тет. Каран торă хăпартат она ойăх патне витри-мĕнĕпе. М. Вас. № 3, 19. Уйăх çине сăнаса пăхсамăр-ха, ваттисем: Марье тăрать куйланса, ик айккинче витрисем. Ст. Чек. Ĕлĕк уйăх аслăк тăрринче кăна пулнă, аслăк çинче каçхине хĕрсем тĕрĕ тунă. Пĕр хĕрарăм, таса марĕ кайнă чухне, çынсем çук чухне, вăтаннипе уйăх çине таса маррине сĕрнĕ. Уйăх çичĕ кун, çичĕ каç шавласа хăпарнă. Обр. чув. пес. Пазухина. Уйăх пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, çăлтăр пур; сар хĕр пĕччен, тееççĕ: пĕччен мар-çке, каччи пур. Сятра. Çунатсăрах вĕçет, тымарсăрах çитĕнет. (Уйăх). Лебеж. 456. Пичче ăйăри кĕçенĕ, пĕтĕм çĕре пăхĕ. (Уйăх). Альш. † Кĕркуннехи çĕрсем тĕттĕм çĕр: уйăхĕсем пулмин те, çăлтăрĕ пур. Собр. † Уйăх витĕр уй курăнат. Букв. I ч. 1904. Хăнисем хапхаран тухса, çаврăнса кайнă çуна йĕрĕсем шур юр çинче уйăх виттĕр курăнса выртаççĕ. Собр. Уйăх пур та, çутти çук. (Тăмана шăтăкĕ — слуховое окно). Ст. Чек. Эп ăна уйăх çутинче (при свете м.) аран палларăм. N. Ойăх çути, окошкаран кĕрсе, çутатса тăрать (светит в окно). N. † Тĕсĕр-пуçăр (ваш. облик) тулнă уйăх пек. Б. Хирлепы. † Уйăх çути пек варличĕ; уйăх çутипе уйрлас-шн, хĕвел çутипе уйрлас-ши? (Солд. п.). Шурăм. 9. Вăрман енчен çĕнĕ уйăх курăнать. Трхблт. Уйăх çути пур. Светит месяц. N. Ойăх çути пор (то же). Т. М. Матв. Пуриншĕн те уйăхпа хĕвел пулаймăн. (Поговорка). Шарб. Уйăхĕ пур, çутти çук. (Шăрпăк пуçĕ). Дик. леб. 47. Елиса уйăх çутипе йывăç пахчине пырса кĕрет. Собр. † Ир пулсан, хĕвел тухать; каç пулсан, уйăх хăпарать. Чертаг. Уйăх пак шăтăк хăварнă (слуховое окно). Альш. Çĕмĕртрен хура çӳçĕме ылттăн та пĕр турапа турарăм; çак тăванăмсем асăма килсессĕн, тунă пĕр çĕнĕ уйăха пăхатăп. Ч. П. Уйăх витĕр уй курнать. N. † Çуначĕсем (хурчăканăн) уйăх хушшинче. Толст. Вăл каç уйăх çутиччĕ (месячно было). Альш. Пĕтĕм уйăх — полнолуние; çурла уйăх — сери луны; çур уйăх — 1/4 луны. . Уйăх çĕр айне каять, теççĕ. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç тунă (говорят, когда месяц показывается после новолуния). Якейк. Тола тохрăм та, уйăх çути çап-çутă. IЬ. Кĕçĕр уйăх çути пор. IЬ. Уйăх толса пырать. . Уйăх çути çĕрĕпе тăчĕ. Месяц светил всю ночь. Сред. Юм. Тулать, — тулнă ĕнтĕ, — паян уйăх пĕтет. Сред. Юм. Уйăх çôрри тунă. После новолуния месяц стал виднеться до половины. Сред. Юм. Уйăх пăхнă çĕр. В лунную ночь. Янтик. Кĕçĕр çĕр уйăх çутиллĕ. . Кĕçĕр уйăх çути пур. . Уйăх çутипе эп çынна куртăм. Янтик. Уйăх хăлхаланнă (месяц в кругу). Уйăх тин тунă, пӳрне пек-çиç. Уйăх çурла пек юлнă. Уйăх çурри пула пуçланă. Уйăх тула пуçланă. Альш. Уйăх çуралнă. Хĕрлĕ тулли. Шурă тулли (см. ниже). Уйăх пĕтни. Сред. Юм. Уйăх çôрла пик-çиç йолнă (говорят, когда месяц после полнолуния остается видным частью). Якейк. Ачи, ачи, пăх-ха, çĕн уйăх тунă! IЬ. Çĕн уйăх ыран тăвать. Ф. Т. Уйăх пĕтнĕ чух (идет к концу) киçен (= кивçен) пама юрамасть. Ст. Чек. Уйăхран инçе мар çăлтăр пусан, çын вилет. Собр. 194°. Çĕрле уйăх пĕлĕт айĕнче тăрсан, хура шăнасем куç çине ларсан, ыран калах çăмăр пулат, теççĕ. Ст. Шайм. Уйăха хирĕç шăрсан, шĕвĕн тухать, тет. Нюш-к. Уйăха хирĕç ан шăр. Альш. Уйăха хирĕç тула ан тух. N. Уйăх çуралсан, тăватăмăш кунĕнче уяр (йĕне) пулсан, уйăхĕпех уяр (йĕпе) пулать. Тогач. Çеçен хирте туман урапа кусать. (Уйăх). Орл. II, 206°. Уйăх пур та, çутти çук. (Пичуркка). Сред. Юм. Пĕчик ачасĕм, пурте карталанса тăрса, пĕр-пĕринчен: уйăх-и? хĕвел-и? тесе, ыйтса выляççĕ. Мысл. Уйăх çутти курас мар! (Божба). || N. Çанталăк уяр пулсан, пĕр-икĕ-виçĕ эрнерех пĕтереççĕ: уяр пулмасан, уйăхпех пырать. Рак. † Хĕл уйăхĕ улт уйăх, çу уйăхĕ çич уйăх (= 13 уйăх). Альш. † Çăв уйăхĕ çичĕ уйăх, хĕл уйăхĕ улт уйăх. (Из «чĕр йĕрри»). Обр. 89. Хĕл уйăхĕ улт уйăх, ултă уйăх хушшинче утмăл тĕсле кун килĕ. Утмăл тĕслĕ кун çинче пĕр киресĕр кун килĕ. Нимĕн чух асна килмесен те, çанăн чух асна килĕ-и? Çăв уйăхĕ çич уйăх, çичĕ уйăхăн ăшĕнче, çитмĕл тĕслĕ кун килĕ. Çитмĕл тĕслĕ кун çинче çил-тăвăллă кун килĕ. Нюш-к. Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. N. Ойăх порнмалăхах çияс. Надо наесться на целый месяц. Орау. Эпĕр килтен тухни уйăх та пур-и тен. С выезда нашего из дома, пожалуй, будет с месяц. N. Акă ĕнтĕ уйăх çитет эпĕ сиртен кĕнеке ыйтни. Орау. Вăл ик уйăх анчах тултарчĕ-ха (ребенок). Альш. † Эсир асăнатăр-и, тăвансем, уйăхра? — эпир асăнатпăр кулленех. Именево. Пĕр-ик ойăх çитсен, хваттер хоçи темшĕн çиленчĕ те, молчана кайса хопрĕ. Н. И. П. Вăхăта уйăхпа хĕсеплеççĕ (= хисеплеççĕ). Время считают по месяцам. Н. И. П. Ăна уйăха хупса лартнă. Его посадили на месяц в тюрьму (здесь «пĕр уйăха» значило бы на один месяц). Зап. А. Фукс, 165. «Новый год начинают они с наступлением зимы, и разделяют на 13 месяцев: 1) йопа-ойăх, м. поминовения, ноябрь; 2) чӳк-ойăх, м. жертвы, декабрь; 3) мăн-кăрлач ойăх, большой крутой м. (сильно морозная часть декабря и генваря); 4) кĕçĕн-кăрлач ойăх, менее крутой м., часть генваря и февраля; 5) норăс ойăх, м. оттепели, февраль и часть марта; 6) пошă ойăх, порожнии м. (от тяжелой работы), март; 7) ака ойăх, м. пашни (для ярового хлеба), апрель, часть мая; 8) çу (scr. сюль) ойăх, м. лета, июнь; 9) хĕр (scr. хыр) ойăх, м. свадеб, июнь и часть июля; 10) утă ойăх, м. сенокоса, июль; 11) çорла ойăх, м. серпа, июль и часть авг.; 12) йĕтĕн (scr. бидан!) ойăх, месяц льна, сентябрь; 13) авăн ойăх, м. молотьбы, октябрь». См. Золотн. 191. В Курм. у. записаны моим братом, А. И. Ашмариным, со слов кр. д. Янгильдиной, Курм. у., Василия Семеновича Мастеркина (ныне покойного) след. назв.: мăн кăрлач, янв.; кĕçĕн-кăрлач, февр.; норăс уйăх, март; пошă уйăх, апр.; ака уйăх, май; хĕр уйăх, июнь; утă уйăх, июль; çорла уйăх, авг.; авăн уйăх, сент.; йопа уйăх (чит. йопуйăх), окт.; чӳк уйăх, ноябрь; раштав уйăх, дек. При этом приписано: «Месяцы начинаются не с 1-го числа, а как народится новый месяц». (Сообщено в письме из Курмыша от 21 янв. 1908 г.). В письме И. С. Степанова Кузьме Серг. Сергееву от13 авг. 1908 г. значится следующее: «Николай Иванович Ашмарин будто бы просил написать, как говорил Иван Яковлевич, названия месяцев по-чувашски. Если нужно, я к его услугам; вот они: 1) юпа уйăх, 2) чӳк уйăх, 3) раштав уйăх, 4) кăрлаç, 5) кĕçĕн кăрлаç, 6) нарс уйăх, 7) пуш уйăх, 8) ака уйăх,9) çу уйăх, 10) утă уйăх, 11) çĕртме уйăх, 12) çурла уйăх, 13) йĕтем уйăхĕ. Начал я считать с октября, кончнл сентябрем. Такой счет у нас, в Черепанове, Буинского у.» Позднее он написал мне следующее: «Многоуважаемый Николай Иванович! Я посылал в Кошки за некоторыми сведениями относительно названий месяцев, так как там есть старик, лет 80-ти, отец которого помер лишь в 3-ем году, имея от роду 109 лет. Он, разумеется, помнит многое, что и как было в старину. Я ждал от них письма и потому так долго не мог ответить. Нижеследующие пояснения относительно названий месяцев мне дали они. 1. Кăрлаç. Зимний месяц, начало года. Судя по вашему счету, захватывает часть декабря и начало января. 2 Кĕçен кăрлаç. Зимний холодный месяц. Про этот месяц говорят: сивĕ ашшĕ, сивĕ амăш(ĕ) ачи-пăчилех пирĕн пата килчĕ. 3. Нарс уйăх(ĕ). После половины этого месяца конец резким зимним холодам. Нарс уйăх тăхăрĕ иртсен (т. е. после 1-ой четверти), кушаксем куса пуçлаççĕ. Нарс — зимний месяц. 4. Пуш(ă) уйăх(ĕ). Этот месяц настает перед распутьем. Свое название получил от обычая «пушă пăрахас». В старину у чуваш сватовство происходило в этом месяце (во многих местах и теперь), и, когда невесту совсем сосватают, евчĕ у родителей невесты оставлял пушă (кнут) или же просто прутик, а свадьба откладывалась, часто и теперь, до Çимĕк. Выходит, это месяц сватовства невесты. 5. Ака уйăх(ĕ). Месяц яровой пашни. Ака çийĕ, так называли исключительно время яровой пашни (теперь в наших местностях такое же значение), и преимущественно пахали старинным плугом. Отсюда и название ака уйăх. Ака уйăх çурхи шыв иртсе пĕтес чух тăвать. 6. Çу уйăх(ĕ). Промежуток времени между ака уйăх и çĕртме уйăх(ĕ). Месяц безработный; отдых и веселье для всех, но главным образом для молодежи. Çу уйăх — çамрăк-кĕрĕм уйăхĕ: они водят хороводы, на семик играют свадьбы и т. п. Существуют выражения: «çу уйăх кантарать, ĕç çийĕ валли вăй парать», «çу уйăхĕнче савăнман, ĕç çинче те ĕçлеймен». 7. Çĕртме уйăх(ĕ). Название этого месяца произошло от глагола çĕрт (дай гнить). Это не указывает на навозное удобрение, ибо в глубокую древность земля не нуждалась в удобрении. Чувашские деревни по Поволжью почти без исключения были окружены лесами; приходилось вырубать леса и обращать в пахотные поля. Привозили домой только лучшие части дерева, а сучья и коренья часто жгли, зарывали, запахивали — предавали гниению (çĕртме). Соответствовал теперепшей паровой пашне. 8. Утă уйăх(ĕ). Курăксем çитĕне пуçласан тăвать, çулса, пуçтарса пĕтернĕ çĕре пĕтет. 9. Çурла уйăх(ĕ). Время созревания и уборки хлебов. 10. Йĕтем уйăх(ĕ). Время молотьбы. Этот же месяц называют и авăн уйăх(ĕ). 11. Юп(а) уйăх(ĕ). Этот месяц настает после уборки хлебов с полей и молотьбы. Снега еще нет. С этого месяца начинаются уже осенние праздники. Чуваши, будучи язычниками, или до усвоения христианства, в этом месяце ставили на покойников своих юпа (столбы) и поминали покойников. Юпа ставили один раз в год, именно теперь. Этот обряд, я думаю, Вам хорошо известен, а потому описывать его я считаю лишним. 12. Чӳк уйăх(ĕ). В этом месяце колесная дорога сменяется санною. Последний осенний месяц. 13. Раштав уйăх(ĕ). Зимний холодный месяц. Зима уже давно установилась. Если в комнате холодно, то говорят: кунта сирĕн раштав, т. е. очень холодно. Добавление к 1-му месяцу. Что кăрлаç есть начало года, свидетельствуют следующие обычаи. Кăрлаç уйăхĕ курăнсан, çав каç, шăлпа çыртса, капан туртнă. Тулли пуçах тухсан, çул пурпа иртмелле пулать, тенĕ; пушă пуçах тухсан, çукпа ирттермелле пулать, тенĕ. Юр çине выртса, мĕлкĕ тунă. Çĕр каçиччен унта мĕн ӳкнине ирхине кайса пăхнă. Пуçах-мĕн ӳксен — пуянлăх, телей, ырлăх; кирлĕ кирлĕ-мар ӳксен, е йытă сысса, шăрса кайсан, телейсĕр пулмалла пулать, тенĕ. Пӳрт итлеме çӳренĕ. Лайăх сăмах илтсен, çĕнĕ çул канăçлă, телейлĕ иртет; вăрçă-харкашу е кирлĕ кирлĕ-мар калани илтĕнсен, телейсĕр çул пулать, тенĕ. Йĕтем итленĕ. Авăн çапни илтĕнсен тырă лайăх пулать, нимĕн те илтĕнмесен, тырă начар юлать, тенĕ. Очень много и других гаданий счастья на новый год. Раньше это делалось по появлении молодого месяца кăрлаç, а теперь проделывают накануне 1-го января. Чтобы точно указать, когда какой месяц начинается и с какими числами совпадают начала месяцев по письменному счету, я не мог добиться, и едва-ли это можно установить на основании расспросов. Мне кажется, надо поручить кому-либо записывать у знатока в продолжение года, тогда можно приблизительно верно указать начало каждого месяца... Всегда готовый к услугам Иван Степанов. 28 июля 1909 года. Г. Симбирск». — Что некоторые годы у чуваш имеют по 13 мес. (местами этот счет забывается или совсем забыт), доказывают факты, сообщаемые в проведенном ниже письме Петра Ив. Орлова. Из них явствует, что у чуваш есть тринадцатый вставочный месяц, именно — кĕçĕн кăрлачă (или кĕçĕн кăрлач), вставляемый, через два года в третий, после месяца кăрлачă (кăрлач). В 1911 г., как видно из письма, было тринадцать месяцев. Назв. мăн кăрлач, повидимому, обозначает то же, что и кăрлач. «Николай Иванович! Эпĕ уйăхсем çинчен пайтах çынтан ыйткаларăм та, çапах та тĕлнех тупимарăм. Халĕ мĕн илтнине çырса ярам, кайран, кĕр кунне, тата мĕн те пулсан пĕлсе пырăп тен. Стариксем тĕрли тĕрлĕ калаççĕ. Хăшĕ: кашни çулах çутă уйăх вăл вунвиççĕ курăнать те, анчах вунвиççĕмĕшин ятне пайăрĕпех каламаççĕ. Çулталăкра вунвиççĕ уйăх пуласса пулать те, ятне ĕлĕкренпех уççах каламаçчĕç, тиççĕ. Хăшĕ хĕр уйăх пулаччĕ, тиççĕ; хăшĕ кĕçĕн кăрлач пулать, тиççĕ. Пĕр ватă суккăр анчах: виçĕ çулта пĕре вунвиçĕ уйăх пулать, тит. Вăл кăçалхи çулта, çак иртсе пыракан çулта, вунвиçĕ уйăх пулать, тит. — Вăл çутă уйăх вунвиççĕ курăнасси виçĕ çулта анчах пĕрре пулать. Акă кăçал вунвиççĕ курăнать. Асту халĕ, кăçал ака çине тухас уммĕн (çур-кунне) ватăсем тавлашрĕç. Пĕри калать: ку ака уйăхĕ пĕтрĕ, çу уйăхĕнче тин акана тухатпăр, тит; тепри калать: ăçтан ака уйăхĕ пĕттĕр, халĕ акана та тухман та, ку пĕтнĕ уйăх пушă уйăх, ака уйăхĕ тин тăвать-ха, тит. Кашни çулах, çак вунвиç уйăх пулакан çулсенче стариксем уйăх шучĕсенчен аташса каяççĕ. — Этсемĕр, чимĕр-ха, ку уйăх мĕн уйăх пулать-ха, ака уйăхĕ-и, ай пушă уйăхĕ-и? тиççĕ. Хăйсем вуниккех шутлаççĕ те, вăн уйăх тĕлĕсем килмеççĕ вара. Вуниккĕ анчах шутласан, чăнахах та ака уйăхĕ пĕтрĕ кăçал вăл, акана тухичченех, тулĕк кăçал вуник уйăх анчах пулмасть, вунвиççĕ пулать. Кăрлачă хыççăн кĕçĕн кăрлачă пулчĕ кăçал, унтан нурăс уйăх, унтан пуш уйăх, унтан тин ака уйăх пулче. Ĕлĕк ваттисем çапла шутлаччĕç. Кĕçĕн кăрлача кăларса пăрахрĕç те хăйсем кăçал, вăн хай ака уйăхĕ малтан килсе тăрать. Кăрлачă уйăхĕ кăçал вăл çĕне çула катăлчĕ, кăçал çавăнпа тепĕр уйăх хутшăнать, терĕ суккăр старик. Вăл уйăх йĕркисене ак çаплашутлать: 1) кăрлачă, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нурăс уйăх(х), 4) пуш уйăх(х), 5) ака уйăх(х), 6) çу уйăх(х), 7) çĕртме уйăх(х), 8) ут уйăх(х), 9) çурла уйăх(х), 10) авăн уйăх 11) юп-уйăх, 12) чӳк уйăх(х), 13) раштав. Тата тепĕр старикĕ кĕçĕн кăрлача: хăй ăссĕн уйăх пулна, тесе шутламасть. Кĕçĕн кăрлачă тесе, нурăс уйăхне каланă, тит; нурăс уйăхĕнче кăрлачă уйăхĕнчи пек сивĕ пулнă та, çавăнпа ăна кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Тата тепĕр вирял (Тĕмпексем) старикки раштав уйăхне шутламасть, ăна пĕтĕмпех кăларса пăрахать. Ĕлĕк чăвашсен раштав уйăхĕ пулман, тит; раштав уйăхне ĕлĕк кăрлачă тенĕ, хальхи кăрлача кĕçĕн кăрлачă тенĕ, тит. Унтан вара çула çĕртме уйăхĕ хыççăн хĕр уйăхĕ пулнă, тит. Хăй кашни çулах вунвиçĕ уйăх пулнă, тит; тăрсан-тăрсан, ыйтса антăратсан: темскерле, çанла шутлаччĕç пек те, темле — маннă; тăну-пуçу çук-халĕ, ĕлĕкхи пек мар... терĕ. Çапла... Çакăн чул-ха пĕлни-туни. Ӳлĕмрен лайăхрах пĕлейпĕри? Сыв пулăр. Сире салам. С. Орауши. П. Орлов. 26 июля 1911 г. Показания, заключающиеся в этом письме, находят себе подтверждение в словах Г. Паасонена, который говорит: «Кĕçĕн кăрлачă — в некоторые годы, которые содержат в себе 13 месяцев, — второй месяц» (Vосаbularium 1. Tschuv. 69), а также у Иревли. Иревли. Чăнах та, шырасан, чăваш тĕнчинче тĕлĕнмелле япаласем нумай тупмалла. Ман алăра ун пек япаласем чилай. Çав япаласенчен пĕрне, пуриичен чаплине, çыратăн: чăвашсен çулталăк хĕсепĕ хăйсен пулнă. Ăна эпĕ Салтак-ел Питтăпай арăмĕнчен пĕлтĕм; вăл çырăва (грамоте) вĕлмест. — Чăвашсен икĕ çулĕ вуникшер уйăх, виççемĕшĕ вунвиç уйăхлă пулнă. — Ик çул сиктерсе, виççĕмĕшĕнче кĕçĕн-кăрлачă пулать, терĕ Курпун Иванĕ, Пӳлер-Кӳл çынни. Уйăх эрне-куна тиркет (эрне-кун уйăх тумасть); тет ман асатте. Н. И. Полоруссов. Ман асатте Раштав уйăхне асăнмасчĕ. Мой дедушка (со стороны отца) не упоминал месяца раштав. IЬ. Кĕçĕн кăрлач: эпĕ аслă пиччерен (т.-е. кăрлачран) ирттерĕттĕм те, хĕрлĕ вăкăр (т.-е. хĕвел-солнце) хӳрине тăратать те, кулап-ярап! тесе калать, тет. Тюрл. Аслă пиччешĕнчен кĕçĕн пиччĕшĕ ирттерет («февраль и январь»). В этом же говоре после месяца ака-уйăх (уjы̆х) записан канлĕ уйăх, который, кажется, должен бы стоять после çу уйăх; но последнего в списке нет. Юрк. (в откр. письме ко мне из.. Симб., от 12 июня 1911 г.): «уйăх ячĕсем: 1) кăрлаç у., 2) нарăс у., 3) пушă-уйăхĕ;) 4) ака-у., 5) çăв-у., 6) хыт-суха у., 7) çум-у. (ана çинчи курăксене çумланăран кал.), 8) утă у.. 9) çурла у., 10) йĕтем у.., 11) юпа у., 12) чӳк у., 13) раштав у. Пӳркелĕнчи (в с. Бюрганах) чи ватă çынтан ыйтса пĕлтĕм». На одном листке, написанном рукою П. И. Орлова и относящемся к диал. д. Раковой, хыт-суха уйăхĕ поставлен седьмым, а çум уйăхĕ шестым. Нюш-к. (И. Е. Ефимов). Хĕл уйăх 6 уйăх, çăв уйăх — 7 уйăх, теççĕ пирĕн ялти карчăксем. IЬ. 1) Раштав уйăхĕ, 2) кĕçĕн кăрлач, 3) нарс уйăхĕ, 4) юш уйăхĕ, 5) ака уйăхĕ, 6) çăв уйăхĕ, 7) канлĕ уйăхĕ (не «уйăх»!), 8) çĕртмь уйăхĕ, 9) ыраш аки уйăхĕ, 10) çурла уйăхĕ, 11) итем уйăхĕ, 12) юпа уйăхĕ, 13) чӳк уйăхĕ. Эпĕ ку уйăх шутне пăрмай шутласа тăракан карчăкран ыйтса пĕлтĕм. Вăл мана йĕркипе каласа пачĕ. Ытти çынсенчен те, хамăр ялсенчен, ыйткаласан, мана çак эпĕ ыйтнă карчăк (çинчен): лайăх пĕлет у уйăх шутне, çавăнтан ыйт эс уна, терĕç. Çавăнпа ку карчăк каланине ĕненме пур. Вăл чылая çитнĕ çын, 80-сенче. Уф.? Январь-кăрлачă теççĕ, февраль уйăхне нурăс уйăхĕ теççĕ, март — пушă уйăх, апрель — ака уйăхĕ, май — çу уйăхĕ, июнь — çĕртме уйăхĕ, июль — утă улăхĕ, август — çурла уйăхĕ, сентябрь — авăн уйăхĕ, октябрь — юпа уйăхĕ, ноябрь — чӳк уйăхĕ, декабрв — раштав уйăхĕ. Кăрлачă тесе, питĕ кун кăр-сивĕ килнĕрен калаççĕ; нурăс уйăхĕ теççĕ кун ăшă енне кайса, кун йĕпенсе тăнăран; пушă-уйăхне этемпе выльăх çими пĕте пуçланăран калаççĕ; ака уйăхне ака тăваççĕ; çу уйăхне çулла пулнăран калаççĕ; çĕртме уйăхие çĕртме аки тунăран калаççĕ; утă уйăхне утă тунăран калаççĕ; çурла уйăхне тырă вырнăран калаççĕ; авăн уйăхне авăн аштарнăран калаççĕ; юпа уйăхне карта-хура нăкăтма юпа лартнăран калаççĕ (это неверно); чӳк уйăхне пирĕн чăвашсем чӳк тунăран калаççĕ; раштав уйăхне Христос çуралнăран калаççĕ. Тата эпĕ сире каланăчĕ: эпĕ вунвиç уйăх пулать, тенине илтнĕ, тесе. Вăл тĕрĕс мар, теççĕ, вуниккĕ анчах пулать, теççĕ. Только числалă уйăхпа пĕрле тумаç, унтан ялан малтан туса пырат, теççĕ. Кун шучĕсем пурĕ-пĕрех: 31-тен, 30-тан, 28-тан, 29-тан килет, теççĕ. Напр. кăрлачĕ уйăхĕ 18 декабря тăвать, тенĕ чăвашла калентар çинче, чăвашсем те çав таврана калаççĕ. 19 январта нурăс уйăхĕ тăват, 16 февралте пушă уйăх тăват, и т. д. — Месяцы у Г. Паасонена см. в его «Vосаb. 1. Tschuv.», стр. 69, 91, 110, 2, 139, 133, 195, 143, 26, 30, 190, 112. Тоскаево. Кĕçĕн-кăрлаç (январь. Сивĕпе аслă пиччерен ирттеретĕп эпĕ, Кĕçĕн-Кăрлаç. Кĕçĕн-кăрлаç сиввине чăтакăн леш тĕнчере ăшăнать, тет. Кĕçĕн-Кăрлаç çиленсессен, урăна тăла сыр, теççĕ. Кĕçен кăрлаç пит усал, ним парса та нимĕн илмест. Нарăс уйăхĕ (февраль). Нарăсна кĕçĕн-кăрлаç ĕлĕк пĕрре вăрçнă, тет. Кам урасе (= урасене) тĕпеклĕ тăвать? тесе каларĕç, тет, пĕр-пĕрне. — Эпĕ çынна тăла сыртаратăп! тесе каларĕ, тет, кăшкăрса, кĕçĕн-кăрдаç. — Эпĕ ташлаттаратăп, терĕ, тет нарăс. Çавăнпа чăвашсем: нарăс çитсессен, ташла, вăл ташланине юратать, теççĕ. IЬ. Ака уйăхĕ (апрель). Хире ака çитсессĕн, чăваш ака-пуçне тӳрлетет. — Ачам, хире тухсассăн: ака, пулăш, те. IЬ. Çу уйăхĕ (май). Эй ĕненĕм, ĕненĕм (чит. ĕнемĕм?), кай çукурма картаран: ырă-таса çимĕçпе тăрантса ярĕ вăл сана. Çĕртме уйăхĕ (июнь) «Çинçе» килет çинçелсе, тăвăр ĕçĕре часăрах. «Çинçе» (Тоскаево, Т. у.) = «Уяв» (Буинского у.). «Çинçе вуникĕ (12) кун пырать; çак вуник кун хушшинче нимĕскер ĕçлеме юрамасть; çи те, урама тухса вырт». Çинçе иртсен пулнă çĕртмене çĕр хапăл тăвать, теççĕ. Ут уйăхĕ (июль) (Тосваево). Утта пырса çапăнтăмăр; малашне, ачасем, чу касас пек ĕç тăрать; çавăнпа «авалхисене», ан аптăраччăр, тесе, хытă кĕл тумалла. Ки малтан турра «учук» ту; турра кĕл-ту ял-йышпе; çĕлĕкне илсе, ачу-пăчупа ӳксе пуççап. «Турă, сана пĕтĕм ял ял-йышпе асăнаппăр, укĕнеппĕр, пуççапаппăр, сана вăкăр пусса, выльăхпа силлетпĕр. Алăк патне кĕрӳне, тĕпеле кинне пар. Çурт çумне çурт хуш, мул çумне мул хуш». Турра кĕл-туса пĕтерсессĕн, «Çĕр йышне» кĕлтумалла. Çĕр йыш валли тына пусас пулать. Ял йышне, эй çĕр йышĕ, тĕпе питĕ пар, тăррине тутă пар. Пĕр пĕрчĕ акса, пин пĕрчĕ пар; ывăçпа акса, пӳлмепе пар. Çурла уйăхĕ (август). Хире çурла çĕкличчен, «чӳклеме» тăвас пулать. «Çĕнĕ тырă умĕнчен хур пусса, пĕтă пĕçерсе çырлахтар. «Килĕшпеле виçĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхпеле, çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпала, пĕр витре, виçĕ чашкă сăрапа пуççапаппăр сана, турă, ӳкĕтлетпĕр, асăнаппăр. Чӳклесе пĕтерсессĕн, «Пӳлĕхçе» асăн. Ăна чĕреспе виçĕ куркапа сăра тула кăларса ларт. Унтан вара «Хĕрлĕ çырана» асăн, тата «Пӳлĕхе» ӳксе пуççап. Вара «Карташ пăттине»: «çуратакан турă, çырлах», тесе, виçĕ юсманпа асăн. Унтан «Кепене» хур пусса, пăтă пĕçерсе, виçĕ юсманпа çырлахтар. Кайран «Аслă ырсене» «Кепе амăшне» килĕшпе çырлахтар. Чи кайран çичĕ тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхшĕн çичĕ юсманпа «килĕш пăтти» пĕçерсе çи. Итем уйăхĕ (сентябрь). Итем уйăх çитнĕ пуль: «хав, хав» сасă илтĕнет. Юпа уйăхĕ (октябрь). Авăн уйăхĕ (ноябрь). Авăн тетĕмĕ çӳлелле хăпарсассăн, этемме канăçлăх пулать, тет. Чӳк уйăхĕ (13-ый месяц по старин. чув. сч.). Кĕлту, таванăм, ĕç пĕтĕрĕ; ырă чунпа чӳклеме ту. «Симĕс пуçлă кăвакал, вĕççе кай та, веççе кил. Картлă-картлă пашалу, кусса кай та, кусса кил. Вите кутне вăрă пар, карта кутне кашкăр пар» (!). В Б. Олг. записаны назв. мм.: вутойăх (вудоjы̆х), çорлойăх, ан-ойăх, йопойăх, чӳк-ойăх, мăн-кăрлачă (кŏр-), кĕçĕн-кăрлачă, норăс-ойăх, пошă ойăх, акойăх, çу-ойăх. В Н.-Карамалах, Белеб. у., чувашские месяцы соответствуют европейским; их 12: кăрлаç, нарăс-уйăх, пушă-уйăх, акуйăх, çăвуйăх, çĕртме-уйăх, утă-уйăх, çурла-уйăх, авăн-уйăх, юпа-уйăх, чӳк-уйăх, раштав-уйăх. Эти же самые названия записаны мною в д. Питушкиной, б. Курм. у., но только вм. çĕртме уйăх в этой деревне ставят çом ойĕхĕ, а 12-й месяц назван просто раштав. В Ой-к. — счет мм. тоже идет на европ. лад: 1) мăн-кăрлачă, 2) кĕçĕн-кăрлачă, 3) норс-уйĕх (уjэ̆х), 4) пуш-уйĕх, 5) ака уйĕх, 6) вутă уйĕх, 7) хĕр уйĕх, 8) çорла уйĕх, 9) авăн уйĕх, 10) йĕтем уйĕх, 11) чӳк уйĕх, 12) раштав уйĕх. Здесь юпа уйĕх пропущен, а на его место ошибочно поставлен йĕтем-у., который собственно является в др. говорах лишь варянтом названия авăн-у. — В новых книгах на чув. яз. названия месяцев часто употребляются без нарицательного «уйăх» и вполне соответствуют 12-ти мм. солнечного года. Их порядок: кăрлач, нарăс, юш, ака, çу, çĕртме, утă, çурла, авăн, юпа, чӳк, раштав. Кăлентар 1928 ç. Пушăн вун-саккăрмĕшĕ, 18-е марта. Альш. Имена месяцев соотв. европ. назв.: 1) кăрлаç. 2) нарăс, 3) пушуйăхĕ, 4) акуйăхĕ, 5) çăвуйăхĕ, 6) хытсухуйăхĕ, 7) утуйăхĕ, 8) çурлуя-хĕ, 9) йĕтем-уйăхĕ, 10) юпуйăхĕ, 11) чӳк-уйăхĕ, 12) раштав.

уйăха вăпăр çини

затмение луны. Городище Б. Уйăха вăпăр çине. (Произошло) лунное затмение. Хурамал. Уйăх тĕттĕмленнĕ чух, уйăха вăпăр çиять, теççĕ. Ăна курсассăнах, пилеш сенĕк юппине чĕрсе (= уйăрса) пăрахаççĕ, унтан, уйăх енелле тухса, уйăха хирĕç вутлă кĕл сапаççĕ; çапла тусан, вăпăр çиме чарăнать, теççĕ. Богат. Пĕр вăпăр карчăк пулнă, тет, унăн кĕрӳшĕпе хĕрĕ пулнă, тет. Уйăх тулса çитсессĕн, çав карчăк кĕрӳшпе хĕрне чĕнчĕ, тет те, пăртак калаçса ларчĕç, тет. Карчăкки кĕрӳшне калать, тет: эсĕ уйăха юçланă чух турра ан асăн, тесе каларĕ, тет. Вара кăмака çамки çине вир акрĕç тет, те, виçĕш виç пучушши çине утланса, уйăх патне хăпарса карĕç, тет. Карчаккипе хĕрĕ икĕшĕ те турра асăнмасăрах уйăха пуçласа çирĕç, тет. Кĕрӳшĕ: турă çырлах, турă пулăш! тесе, çиме пуçларĕ, тет. Хунямăшĕ кĕрӳшне: апла ан кала, турă илтет! тесе каларĕ, тет. Турă илтсе пычĕ, тет те, карчăккипе хĕрне шалча çине, кĕрӳшне улăм ури çине лартрĕ, тет.

уйăхла

ойăхла, назв. игры. Якейк. Ачасам алăран алă тытса, карталанса тăраççĕ. Пĕр ачи уйăх, тепри лопăр полать. Валтан уйăх картара, лопăр толта полать. Лопăр уйăхран: катти пар, тесе, итет. Уйăх: апи ятлать, тет. Çапла вăсам пĕр хут карта тавра çавăрнаççĕ. Онтан иккĕш те; ку ман! ку ман! ку ман! тесе, тепĕр хут çавăрнаççĕ. Çапла çавăрнсан, лопăр: ах, хырăм выçрĕ-çке! икерч çитар-ха, тет уйăха. Уйăх: ĕне чĕкĕри! — Хоран кокли çитар-ха? — Сысна пăх (пы̆х)! — Йохтармалли икерч. — Лаша чĕкĕри! — Сĕт. — Ĕне шак!. — Пыл çитар-ха. — Çын пăх (пы̆х)! — Каньхват. — Сысна пăх! — Мырă. — Сорăх пăх! (и т. д., и т.д.). Çакна туса пĕтерсен, тепĕр хут: ку ман! ку ман! ку ман! тесе, çавăрнаççĕ те, лопăр уйăха хăвалама пуçлать. Ачасам уйăха çол пĕре те чармаççĕ, лопăра çол чараççĕ. Лопăр, хăваласан-хăваласан, уйăха тытать те, уйăх полнă ачине кăçкăраççĕ.

уйăхлăх

ойăхлăх, которого достанет, хватит на месяц. Икĕ уйăхлăх, ик уйăхлăх, ик ойăхлăх, которого хватит на 2 месяца. || Месячный промежуток времени. К.-Кушки. Уйăхлăха ашшăр (= ашсăр, без мяса) та ирттерĕпĕр-ха. . Уйăхлăха-кăна (или: пĕр уйăхлăха-кăна) килтĕмĕр. Мы приехали только на месяц. И. И. Н. Виçĕ уйăхлăха тарçа тытнă (тарçа кĕрĕшнĕ). Нанял (нанялся) на З м. в работники.

оймăл

(оjмы̆л), diversus, различный (о дорогах). Сĕт-к. Пĕри пĕр çолпа, тепри тепĕр çолпа кайса, хирĕç полмасан: оймăл çолпа кайнă, тиç.

уймăллă

то же, что уймăлă. Отсюда: уймăллă пул, то же, что уймăлă пул. Орау. Вăсем тухнă, эпир çитимарăмăр, иксĕмĕр çул çинче уймăллă пулнă (разъехались). Янтик. Пасарта эп ăна кураймарăм, иксĕмĕр те уймăллă пулнă пулмалла. Ст. Чек. Икĕ çын пĕр çĕрте хирĕç пулмалла, анчах пĕри вăл çĕре малтан пырса каять, тепĕри ун хыçĕнчен пырать, çавна: уймăллă пулнă, теççĕ (разошлись). Сред. Юм. Эпир иксĕмĕр уймăллă пôлнă, эпĕ пĕр ôрампа кайнă, эсĕ тепĕр ôрампа килнĕ пôлмалла. Конст. чув. Эпĕ унпа вара пайтах калаçрăм. Сăмахсем пĕр те уймăллă тухманран эпĕ ăна чăнахах хам пурăнакан çын иккенне ĕнентĕм, вăл та ĕненчĕ.

уйран хурси

(хурзиы), мутовка для пахтанья. Н. Карм., Изамб. Т. Н. Карм. Уйран хурси, уйран уçлас. СТИК. Пирĕн Чĕмпĕрте чукун мĕлке (памятник Карамзину) пур. Çав чукун мĕлке çинчен çынсем ак мĕн калаçаççĕ. Унта пĕр хĕр-арăм уйран хурси тытсс тăрать. Çав хĕр-арăм уйран хурсипе ют халăх çыннисене хирсе тухнă, тет. Пĕрре вăрçă пулать та, (вырăссене) чист парăнтараççĕ. Пĕр ялта арçынсене чист вĕлерсе тухрĕç, тет. Ун чухне пĕр хĕр-арăм уйран уçлат. Вăл питĕ тĕреклĕскер пулна. Çак хĕр-арăм çуйăхнă, çапăçнă сасса илтет те, уйран хурси йăтса, сиксе тухать та, тăшмансене чист (правильнее — чыст) хирсе тухать. || Назв. травы (курăк). Альш. Рак. № 77.

уйрăм

ойрăм, отдельный, отдельно; разница; особенно: часть. Г. Т. Тимоф. Санпа манăн уйрăмми мĕн пур? Что у меня с тобою не общего? (т.-е. все общее). IЬ. Санпа манăн хутлăхра мĕн уйрăмĕ пур? Какая разница между мною и тобою? Шел. П. 66. Çавăнпа вăл пире (холст) кашни вилĕшĕн хăйне уйрăм парне туса каснă, çĕлесе тăхăнма çиппе йĕп те чиксе хунă. Юрк. Чăвашсем ытти çынсене пăхнă çĕрте хăйсене уйрăм çынсем иккенне вырăссем чăвашсене тĕне кӳртнĕ вăхăтсенче тин пĕлсе çитнĕ. Б. Араб. Б. Унăн тĕсĕ хăраман çынна хăрушă та мар иккен (оказывается): ахаль ват çын тĕсĕнчен пĕрте уйрăм мар. Орау. Икĕшĕ пĕр-пĕрннчен уйрăмах, никам та: пĕр тăван, тесе калас çук. Юрк. Çуккисенĕн туй йĕркисем пуяннисене пăхнă çĕрте нумай уйрăм. || Разница. Юрк. Ку чӳкре уйрăмĕ çавă: хĕле кĕнĕ йĕркепе чӳк тунă чухне турă çулне укçа улăхтараççĕ. Тимерс. Вăрă хĕрнĕ ясар хĕр çак вăйăра уйрăм пур. Çутт. I, 115. Алмаспа çĕпре-амăшĕн уйрăмми мĕи пур? N. Хĕртен хĕр уйрăмĕ пур. Девица девице рознь. || Особенно. Ольга. Вăл ĕçсем уйрăмах паллă тăраççĕ, пире те ырра вĕрентеççĕ. Юрк. Хуран яшки парпа пиçнĕрен, уйрăм тутлă пулать. Тĕтĕм тути каламас. Хыпар № 9, 1906. Анчах вĕсен тĕнĕ вырăссеннинчен кăш уйрăмтарах. Халапсем. Акнă пĕр тыррисем ĕлĕкхине пăхнă çĕрте уйрăм темĕн тĕрлĕ вăйлă аван пула пуçлаççĕ IЬ. Çĕнĕ çуралнă чунсем уйрăм аванăн курăнаççĕ. IЬ. Чăваш лашисем уйрăм вак пулаççĕ. || Отдел, часть Жит. св. янв. Вăл, хăй виличчен, пĕр кĕнеке çырса хăварнă, вăл кĕнекере тăватă уйрăм (четыре отдела).

уйрăмăн

в отдельности. Хори-Сирма (Чеб. р.). Çак сăмахсемпе (двойными сдовами) пуплеççĕ, анчах уйрăмăн пĕр пайне илсе пăхсан, ăнланмалла пек мар.

уксак

оксак, хромой. Хурамал. Уксак çын утнă чух: пĕр урăна мĕшĕн шăтăка пусан? теççĕ. || Оксак — циркуль. Якейк. и др.

уксах

(уксах), хромой, безногий. СПВВ. П. В. В д. Кубне (Çармăс). Буин. у., употребл. обе формы: уксах и уксак. Рак. Пĕр уксах çын ыйткалама çӳрет.

укçа

окçа, деньгн. N. Эп те сан пекех кăçал хам укçапа сĕт илнĕ (покупал). Регул. 1091. Эп окçашăн ĕçлетĕп. IЬ. 1326. Ман окçампа ослам тăвать. Хава окçишăн пит макăрчĕ. IЬ. 1540. Эп хам окçа çинчен (на свои деньги) илтĕм. Чăвйп. 26. Хăй тыррине çимен, сутса, укçа туса тăнă. Ч. С. Ку хура укçасене ăçтан тупрăн тата ачам? терĕ. (О деньгах киремети). N. Хай пурлăхне сутса, укçа туса (выручив д.). N. Укçа чул кастарать. (Послов.). Н. Шинкус. Тет. Сирĕн кил-çурта пĕтĕмпех пасса пĕтернĕ, ют турă укçисем пăрахса тултарнă... Нюш-к. Халь у (эти) укçасене шуйттан аллинче, теççĕ. К. С. Пĕр çĕр теннĕк ытларах укçа тытма шутларăм выльăхсенчен. Изамб. Т. Епле, укçа (страховые деньги) тухмалла-и? Мĕн чухлĕ-ши? Собр. 353. Ылттăнтан укçа çаптартăмăр (велели начеканить). † Ала, 58. Хамăр ялсен хĕрĕсем укçа çинче палăрмасть (все в доньгах). Альш. Авалхи кайман укçа, старинная монета (или деньги), которая(-ые) уже вышла(-ли) из обращения. Козм. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттине пурăнатнăр, теççĕ, тет. Регули 1521. Лаша лайăх, çамрăк вăл, окçа тăрать. Регули, 1081. Эп он окçи çинчен (за его счет) илтĕм. IЬ. 1101. Окçам çок, утăм лайăхчĕ. Янтик. Сан укçа пур-и? Пар-ха мана пĕр-икĕ пус (спрашивает тогда, когда спрашиваюшему самому нужны деньги). Сан укçу пур-и? Укçу пулсан, кай! Говорят, когда человек хочет ехать куда-ннбудь, и хотят удостовериться, есть ли у него деньги. IЬ. 1268. Эй окçан (деньгами) памăп сана, таварăн (таварпа) парăн. IЬ. 1324. Вăл ман окçама (окçамăран) илчĕ. N. Укçаран пурăнап-халь, аптрамасп. Деньги у меня пока есть, ничего, проживу. N. Эсĕ çак укçапа (на ати деньги) юсма (лестницу) тугарса кил. Етрухин, Цив. Авалхи çынсем укçа пăрахни. Авалхи çынсем епле каска пуканне пуççаннă. Çакă пуççапу пирĕн ялтах пулнă, Кивĕ Енккассинче, Çутри касра. Çутра пĕр карчăкпа ватă упăшки пулнă, усен ача-пăча пулман. Çавсем килĕнче кĕлĕ теекен тӳркĕлли пулнă, çавсен каски пуканĕ ăшĕ хăвăл пулнă, çӳлĕш пĕр аршăна яхăн. Çакă пукан ĕлĕкхи ĕмĕрхи, пĕр 2 çĕр çула яхăнхи пулнă, вара ялта кам шыçă чирĕпе, кăшне асат хуçнă, е урисем тукмак пек шыçсан, вара усен юмăçи çанта тӳркĕллине пуççапма, парне кӳме, каски пуканĕ ăшне укçа яма хуша-хуша янă, тӳр кĕлли парни пăкани тунă, уна питĕ лайăх тумлантарса, вĕтĕ кĕмĕл тенкĕсем, нухратсем çакнă. Çапла вара, çакă каска пуканне пуççапма кайсан, пăканнне каска пуканĕ çумне тăратнă, ăшне укçа янă. Çакă парнесене кӳни ĕлĕкхи чăвашсен килĕнчи чирленĕ çын чунне вилес вырăнне пулнă; вăл акă епле пĕлтернĕ: чăвашсен е пĕри-пĕри чирлесен, шыçă е асат хуçа пуçласан, вара вĕсем каланă: ĕнтĕ тӳркĕлли килсе кĕчĕ; пĕр киле кĕрсен, пĕтерĕ ĕнтĕ вăл, вĕлермес çине килсе кĕрекен мар вăл. Часрах, çак чуна асанлантарнине курсан, чун вырăнне пăкани туса, кайса, лартнă, укçине каска пуканне янă. Ĕлĕк, çын вилсен, виллс укçа паннине пĕлтернĕ. Çапла тӳркĕлли ыйтнă чун вырăнне пăкани чирленĕ ячĕпе лартнă. Çынни çапах та черлеймен, çакă чирсемпех асапланса вилнĕ, вара кил-йышсем каланă: эй мăрăнтан (чит: мăнтарăн) тӳрĕ кĕллийĕ, пирĕн парнене хапăл илмерĕ, çын чунех кирлă пулчĕ пуль! тесе шухăшланă. Çапла тӳркĕлли ял хушшинче питĕ пысăк пăхăнтару пулнă, теччĕç ваттисем. Сред. Юм. Укçан хулхине касман. Укçан хулхине касман, тесе, укçана, çĕтсен те, шыраса тупас çук, тесе калассине калаççĕ. N. Ĕлĕххи çынсем: укçа пытарсан, вилсен, укçа çуттипе пурăнатпăр, теççĕ, тет. Орау. Кăсяри укçа кăшкăрать вĕт вăл. Пирĕн кăсяра укçа тăрналла кăшкăрать вĕт вăл. Кăсйинчи укçа чикет пуль (т. е. когда заведутся деньжонки, то так и подмывает их истратить). Собр. 85. Чӳл-Хулара укçа салатакан усал пур, тет (чорт, раздающий деньги).

пĕр укçа

полкопейки на ассигнации. N. Утăм ури улт ура, ултăшĕ те пĕр ура; çакă ялăн хĕрĕсем ултăш-çичĕш пĕр укçа. Альш. † Вун-икĕ пус пĕр укçа, сумасăрах илмĕпер. (Такой суммы на ассигнации не существует; м. б. пĕр укçа здесь означ. 1/2 коп. на серебро или употреблено для целей версификации.

укçалăх

полукопеечный (считая на ассигнации). Т. II. Ун сикет, кун сикет, пĕр укçалăх вырăн тупаймасть. (Хăйă-чикки).

укçа тĕми

название возвышенности в поле д. Н. Тимерс. Укса тĕми çинче çимĕк каç укçа çунат, теççĕ. Çав укçа пĕртен-пĕр ывăла пусса парсан тухать, теççĕ.

ул-ку

то и сё. ППТ. Пĕр ватă ул-ку йăла таврашне ăста пăлекен çын (опытный в обрядах). Изамб. Пĕр вырсарни куп пирĕн ял старикĕсем пĕр çĕре пухăнса ул-ку çинчен калăçма пуçларĕç.

Улатăр

Олатăр (Улады̆р, Олады̆р), назв. города Алатыря Юрк. Пĕр виç çухрăмран Улатăра чукун çул иртет. † Улатăртан илтĕм ула ĕне. Изамб. Т. Пăла пуçланать улатăр уесĕнче.

улах

(улах, олах), уединенный, уединение. Мар. Егип. Монастырĕ (чит. мăнастирĕ) пушă хирте, улах çĕрте пулнă. Шибач. Ман олах, айта ман пата. N. Эпĕ алăкне тухса питĕрем-ха, урăх никам та ан кĕритĕр, хамăра улах пултăр (чтобы нам быть наедине), терĕ, тет. || Ночное собрание молодежи. N. Осенью и зимою, когда обыкновенно ночи длинные, девушки собираются в одю баню с работами. Позднее туда же являются парни с какою-нибудь музыкою. И начинаются игры, шалости, нередко и драка. Это назыв. улах. В. Олг. Олах. Йокорпа арĕмĕ сара ĕçме кайса, ачисем олаха çĕнчĕç: килĕр, тет, ларма, аттисем перĕн сăра ĕçме кайса. Окаххи ятлă хĕр ачи хĕр тантăшшане чĕнет: килĕр, тет. Похăнчĕç ачасам ларма; арçын ачасам çăпата туаччĕ, хĕр ачасам кăнчала арлаччĕ; тĕрĕ туаканĕ те пор. Вăлсам ларчĕç-ларчĕç те: тавай выльăпăр, тет, чĕпикле, тет. Ĕçлĕк тăхăнса выляччĕ. Пысăкĕсем чĕчĕ тытмалла вляччĕ. Хĕре, çĕклеме исе, тӳшек кокрине исе каять, чеччине тытать, inferiores quoque pertrectct partes. Тепĕри калать: тавай, тет, шу коркипе чĕчĕ виçĕпĕр, тет: камăн чĕчĕ пусăк, камăн пĕчĕккĕ? тет. Тата туаччĕ — мăйăран пĕрне-пĕри çеклетсе тортаччĕ пиççипе. Çине выртса, çĕклесе тăратать тата. Тата, мăклашка çине ларса, ора çине ора хорса, ларас полать, каран йĕп çăртине çип тирс'илес полать. Пăлаттин çине алăпа тытса, çавăрнса, хăпарса выртать — кошт! çӳлелле. Пăлаттин çинчен шăрпăк илмелле, тата похан виттĕр тохмалла, тата кăшăл виттĕр авăнса тохмалла. Атан атиччен лараччĕ. Икшер йĕке арлаччĕ хĕрсем, çинче çин йĕки. Лайăх туакан арçын ача пĕр мăшăр çăната пĕтерет. Онта йорлаччĕ тем тĕслĕ йорă: той йорри, ĕçкĕ йорри; самый лайăх йорăсам вĕренеччĕ, тем тĕслĕ сăмах вораччĕ. Каран тарначчĕ. Варлă хĕрсем лăка кĕрсе йолаччĕ — яшă ачапа яшă хĕр, варлă ачана варлă хĕр, atque ibi mixtis corporibus iuvenilis amoris suavitate stantes perfruuntur. Н. Седяк. Улах шăп, канăçлă вырăн тени пулать. Улаха хĕлле тăваççĕ, пĕрле пухăнса ларса алă ĕç тăвасшăн, праçник каç вăйă-кулăшăн тăваççĕ, ташласшăн. Улаха çамрăк çитĕннĕ хĕрсемпе çитĕннĕ каччăсем тăваççĕ. См. Стюх. чув. 25. Нюш-к. Улах ула кутлă (т.-е. посиденки до добра не доведут и пр. Якейк. Йори калаçрăм çыр хĕрпе олахсенче çăвăрма (= çывăрма). Собр. 209. † Хамăр савнисене кĕте-кĕте, уйăх çурă выртрăм улахра. † Хĕрсем, улаха мĕн-ма тухмастăр чунусене йăпатма? ТРМ. Сирĕн ачăрсем, улаха кайса, пĕчĕкреннех аскăна вĕренеççĕ. † Манăн еркĕн — виç еркĕн; вăсем тăрса юлаççĕ, улах яшки юлатĕ. (Солд. п.). См. Магн. 236.

уличе

(ул'иџ̌э), околица (ворота). К. С. || Уличе — село «Алешкино», Сент. у. Алешкино ят унăн ак мĕнрен тухнă. Ваттисем сăмахĕпе, çак хальхи Уличе вырăнĕнче ĕлĕк сĕм вăрман пулнă. Унта пĕр улпут пурăннă. Çав таврари çĕрсем, вăрмансем, тата хура халăх ялĕсем те çав улпутăнах пулнă. Вăл Алешка ятлă пулнă. Унтан инçе мар тата тепĕр, усал-ĕскер, улпут пурăннă. Унăн каллах куннĕ пек хура халăх пулнă. Вăл хура халăха пит усал тыткаланă, вĕтнĕ (хĕнĕнĕ). Çавăнпа хура халăх, ун патĕнчен тарса, Алешка улпут патне пынă. Вĕсем унта, вăрмана касса, ял тунă. Çав улпут ячĕпе вара вăл яла вырăсла «Алешкино» тенĕ.

улăм ури

олăм ори, омёт соломы. Зап. ВНО. Улăм ури, омет. . Улăм ури улт ура, ултăшĕ те пĕр ура; çакă ялăн хĕрĕсем ултăш-çичĕш пĕр укçа. Орау. Улăм ури пек, улăм ури пек юр купи выртать, ăрам тăрăх иртсе çӳреме те çук. Хорачка. Ан çапсассăн, олăм ори туаччă (= тăваççĕ). Якейк. Ыраш çапсан, ыраш олăмне пĕр копая копалаççĕ, çана вара олăм ори теççĕ. N. Улăм ури ултă пус, ултă пĕре пĕр укçа. (Такмак). Сред. Юм. Авăн çапсан, олăма пĕр çĕре пуçтарса хорсан, çав ôлăм кôпине ôлăм ôри теççĕ. IЬ. Олôм ôрине ôра çине тунă. (кĕр-кôнне ôлăма юпа пуç тăрне, сайхалăх пăрахнă çĕре тусан калаççĕ).

олăм тĕр

скучивать. Сред. Юм. Кĕлтене çапса ôлăмласан, сиктерсе тохаççĕ те, тĕрсе, пĕр çĕре кôпаласа хораççĕ.

улăп

олăп, исполин. Сĕт-к. Олăп — степной богатырь. IЬ. Ĕлĕк авал олăпсам полнă. Вăсам пит пысăк полнă. Хăрах çăпатине салтса, тăприне силлесен, тем пушшĕ тĕмесем полса йолнă. Атан-çырми çил-арманьсенчен леререхра çам пак ик тĕме пор: пори пысăк, тепрн пĕчĕк. Пысăккине Мăн-тĕме тиççĕ. Сред. Юм. Сĕве шывĕн сылтăм енчн сăртпа Юмаш сăрчĕ çинчен ôлăнсем пыралла вылянă, теççĕ. IЬ. Пиртен малтан олăпсем порăннă тет, çав олăп ачи пĕри, пирĕн пик çынна тусан, çав çын соха сохалашше корнă, тет те: мĕнле каяк ко?, — хăй пĕчиккĕ-çиç, çапах çĕре хоратать! Киле илсе тавăрнса, аннесĕне катартам-ха, тесе, çав пирĕн йăхлă çынна хăйне, соха-пуçне, лашине, пôрне те пĕрле кăсйине пуçтарса чикрĕ, тет. Илсе тавăрнсан, амăшне: эп пĕр каяк топрăм, тесе, кăтартать, тет. Амăшĕ: ай, ачам! кô каяка кăçтан тытнă, çавăнтах кайса яр; пиртен вара çак çынсем порнĕç пирĕн вырăнта, тесе каларĕ, тет те, вара ачи çав çынна хăй вырнех (= вырăннех) кайса ячĕ, тет. Çав çынтан вара çак халь порнакан çынсем полнă, тет. Б. Акса. Улăп ятлă пит пысăк çын пурăннă, тет; вăл çăпатинчен тăприне силленĕ, тет те, вара тĕме пулса юлнă, тет. Орау. Улăп, питĕ пысăк çын пулнă, тит. Утса пынă чухне, эпĕр халĕ арăм-утисене пĕç-хушшине тăва-тăва хăварнă пек, вăрăм йăвăçсене пĕç-хушшине туса, утса çӳренĕ, тит (деревья проходили у него между ног). Н. Карм. Пысăк пӳрт пулсассăн, вăл пӳрте вара: улăп пек пысăккă, теççĕ.

улăп утти

название холма. Янш.-Норв. Ял хыçĕнче (т.-е. за селом Яншиховым-Норвашами) тата пĕр çаврашка сăрт пур, уна «Улăп утти» теççĕ. Ĕлĕк çав вырăна пĕр питĕ пысăк вăрăм çын çăпати тĕлĕнчи тăприне силлесе хăварнă, тет те, вара сăрт пулса тăнă, тесе калаççĕ.

улăп тăпри

бугор исполина. В. Байгулово. Утăп тăпри. Ку тăва халăх: улăп, çăпати тĕнĕнчи тăпрана силлесе тăкса, çакăн пек ту тунă, теççĕ. Шибылги. Пирĕн ял патĕнче пĕр уй юр, ăна улăп тăпри теççĕ. Вăл тĕлте, улăп урине салтса шаккасан, тĕмелсе юлнă, тет. Г. Тимоф. Улăп тапри — насыпной бугор. Орау. Улăп тăпри кĕрик çта та икĕ тĕмеллĕ пулать: пĕри пысăкрах, тепри пĕчĕкрех. Тюрл. Çăпата çинчен силленĕ, çав сăрт полса йолнă. IЬ. Эс ман лашасене кортăн-а? — Олăп тăпри панче çӳреччĕç сан лашасĕм. Сообщивший эти две фразы отождествлял олăпа с Адамом. см. Золотн. 19, Рекеев 5.

улăп теми

назв. бугров. Б. Акса. Улăп тĕми. Ку тĕмене Улăп тĕмп тесе ак мĕншĕн калаççĕ: ĕлĕк пĕр улăп ятлă пит пысăк çын пурăннă, тет; вăл çăпатинчи тăнрине силленĕ то, вара тĕме пулса юлнă, тет. К.-Кушки. Улăп тĕми, тăватă çухрăмра.

улăп шăмми

кости исполинов; так называют кости древних животных. Ст. Чек. Эпĕр çырмара улăп шăмми кăлартăмăр. Сред. Юм. Пысăк шăмăсĕне ôлăп шăммн теççĕ.

улăх

олăх, луга по берегам рек. Микушк. Улăх = луга но берегам реки. Н. И. Полорус. Улăх — шыв хĕрринчи çаранлăх. К.-Кушки. Улăх — заливные луга. Сред. Юм. Атăл улăх улма пик, пирн пиччесем улпут пик. Янтик. Улăх — луга на ровном месте, по берегам или около берега речки. Сред. Юм. Олах — ровная, низкая, весной затопляемая местность по берегам рек. О сохр. здор. Çур-кунне шыв, çырмаран тухса, улăхалла сарăлса каять. || Луга на берегу реки, поросшие кустами. Паас. || Луга вообще. В. Олг. Олăх = луг вообще. Орау. Çил улăхран вĕре пуçларĕ. Подул луговой ветер. || Мелколесье. Ст. Чек. Улăх — вак йăвăçсем, хăвасем, вĕренесем, каврăçсем, пилешсем, çĕмĕртсем ӳсекен вăрман. Ст. Чек. Çак çулпа пырсан-пырсан çак çул урлă пĕр çул каççа каять; вăл çулпа каяр та, улăха кĕрĕр; улăхра çул икке уйăрăлат, сылтăм çулĕпе каяр вара эсĕр. П. Пинер. † Аслă улăх витĕр çил вĕрет, çĕмĕрт çеçки çыхланать. N. Ула-каяк явине улăхĕпе шырăн, тупаймăн. Юрк. † Улăх витĕр тухнă чух, çĕмĕрт çинче пирĕн куç. Ст. Ганьк. Аслă улăх варринче вăрăм чăрăш тăрринче, куккук ларать авăтса. По объясненню чув. из. д. Богдашкиной (Пухтел), в улăхе могут рости и крупные деревья (пĕрене пеккисем). || Реденький, вырождающийся лесок. Изамб. Т. Пăртак йывăçсем пулать унта (кусты и пр.). || Якейк. Олăх — луга (всякие), но без травы, напр., зимою или после сенокоса, когда уже все убрано. См. çаран. || Прогалина, поляна в лесу. Ст. Чек. Улăх — вăрман уççи. . Улăхран каяр. || Именево. Улăх — пысăк уй. || Иногда имеет значение острова. Череп. || Назв. местности около Анатри-Каччел. Нижн. Качеево. Вăл ялти хăвалăха Улăх теççĕ. || В след. примере точное значение слова установить трудно. Собр. 118. Аттепе анне хушшинче улăх пек (= пысăк) пĕвĕме ӳстертĕм. N. Ăрама улăх пак пӳрт янтăрать. Ч. П. Улăх тăрри улма пек. || Альш. Улăх — хир ячĕ (назв. поля). || Назв. селения Олыхи, Ядр. у. Магн. Олăх хопламăш, ачи-пачи пăчламăш.

Олкаш

(Олгаш), назв. селеннй в Козм. у. В. Олг. Первĕй полнă конта мăн çол. Хорăн лартса, мăн çол полнă. Мăн çол çинче салтаксам нумай полнă. Таркăнсам килнĕ нумай. — Таркăнсам килеччĕ, тавай тарас луччă контан! — Кайсассăн, пĕр ялтан олта ял полнă: иккĕ Олкаш, пĕре Хĕр-кас полнă. тепĕре Чолкаç нолнă, тепĕре полнă Шерĕк. См. Ярански.

уллах

(уллах), оллах, то же, что улах. Чăв. й. п. 25. Пĕр çынпа та калаçман, вăрттăн, уллах çĕрте пурăннă. Бугульм. Атьăр каяр уллах çĕре, хĕрсем çывăрман иккен. Лашман. Хам савнине кĕте-кĕте, уйăх çурă лартăм уллахра. Дик. леб. 47. Каç-каç вăл патша çуртĕнчи çывăракан пӳлĕмрен хăйĕн çĕр пӳрт майлă уллах юлĕмне кайнă. Альш. Ваттисем Кашана хăнана кайсан, çамрăкоен килте «уллах» пулчĕ (молодежь осталась одна, без старших). N. Уллаха юлтăм. Остался домовничать. Сирах 310. Вĕсене унта пурăнма уллах пулнă.

уллах сăри

см. улах сăри. Ст. Чек. Кĕрхи сăрара хĕрсем сăра тăваççĕ, ют ялтан хĕрсене илсе килеççĕ. Илме каят пĕр каччăпа пĕр хĕр. Килекен хĕрĕсем, йĕкĕтсем пек, çĕлĕкне, сăран атăпа, сăран алсасемне килеççĕ. Вăсене хăне сĕтел хушшине лартаççĕ, хăна тăваççĕ: ĕçкĕ-çикĕ лартаççĕ: çимĕçсем, эрек, сăра. Вăйçă купăс калать. Хĕрсем ларакансем те, ларманнисем те ташлаççĕ. Каччăсем те ташлаççĕ. Уллах сăри курма пыракансене лартса ĕçтереççĕ. Мĕн чухлĕ лараççĕ, çавăн чухлĕ укçа илеççĕ. Леçме каяççĕ. Кăнтăрла та, каçпа та ташлаççи.

улма çап

собирать (срывать) все яблоки. Янтик. Кĕр-кунне улмасене улмаççинчен пĕр хăвармасăр татнине улма çапас теççĕ.

улмаш

вперемежку; смежно. И. С. Степ. Улмаш. СПВВ. Улмаш, улмашас || Передвигающийся? N. Илчĕ, килчĕ парне пачĕ, улмаш кĕрӳ ташша пачĕ. (Ĕретнелле пир тĕртни). || Различно, не одинаково. Аттик. Çапла тутарсен ураси кашни çул улмаш килнĕрен чăвашсен çураçми те пĕр вăхăтра килмест. || Наискосок (от...). Ст. Чек. Улмаш, хирĕç ĕретре, хирĕçех мар, хирĕççин çумĕнче е пĕр кил урлă. N. Вăл ана пирĕн анана пуçлă-вĕçлĕ мар, улмаш. N. Вăсен çурчĕ пире хирĕç мар, улмаш. || Неправильно. N. Ылмаш (улмаш) курăнать. Глаза видят неверно.

улмаш

чередоваться. Толстой. Маншăн пулсан, çыннăн пĕр ĕçре телей пулса, тепĕринче инкек пулса улмашса пыни авантарах пек.

олмăш

попеременно. Сиктерма. Вăл чӳке улмăш пусаççĕ: пĕр çул вăкар, тепĕр çул тына пусаççĕ. || Наискось. Пшкрт. Тŏрäчä олмы̆ш тырат. Окно скосилось. || Пропуск, ошибка. Пшкрт. Олмы̆ш полза, пропуск (пир к̚ы̆ндарны̆ чон'а). IЬ. Хис вэттэ̆р илнэ̆ чон'а х'ис шы̆л хуарзан, олмы̆ш полат.

улпут

(улбут, олбут, олбош, Пшкрт олβут), помещнк, барин. Сред. Юм. Õлпôт — помещики и заведующие больших заведений. Сред. Юм. Õлпôт пик пурнать. Живет роскошно, по-барски. Альш. Хăнасене пăтă умĕн: апат умĕн начар улпут та пĕр курка ĕçет, тет, текелесе, хайласа, эрех ĕçтереççĕ. Регули 919. Олпутăнне исе кил. Б. Араб. Б. Пилĕк тутар улпучĕ, пятеро татарских господ. Микуш. † Аслă çулпа килет аслă улпут. Ст. Айб. † Пирĕн пек çамрăк та, ай, ачасем — шур хутпала улпут та, ай, хур тунă. (Солд. песня). Альш. Ĕлĕк улпут çыинисем пулнă вĕсем. Кайран, улпутран тухсан, вĕсене темĕншĕн çĕр питĕ сахал панă. Янтик. Улпут та мар, пике те мар, тайăлмасăр кĕрес çук. (Авăна кĕни). Якейк. Хун улпуту килет поль; улпутсам çитеç полмала-ха (ача тума вăхăт çитнине калаççĕ). Пшкрт. Когда родится ребенок, то посторонние спрашивают: сєрэ̆н олβут кизä-и-мэ̆н? Отвечают: олβут пор. Чураль-к. Улпут йыттин 4 хăлха. (Хĕр-арăм йĕм кантри). || Улпут — действующее лицо во время обряда «чӳклеме». || Прозвище. Улпут унтри. Чиганар.

улпутласкер

нечто в роде барина. Срв.: улпут кĕлетки — баринишка, улпут пекки — неважный барин. См. кĕлетке, пекки. Юрк. Пирĕн пĕр кĕçĕн-кăна улпутласкер паянхи кун сирĕн хулăртан. Кăрмăшран, Чĕмпĕре таврăнчĕ. Сред. Юм. Паян пĕр ôлпôтласкере лартса тавăрнтăм та, лав ôкçи тенкĕ çôр пачĕ.

улт çĕвĕллĕ

с шестью швами. Н. Карм. Улача пĕр кĕпе улт çĕвĕллĕ, ларса çĕлесси час пулмасть.

ултала

обманывать, лгать. N. † Çак тăвансем патне эп килсессĕн, улталарĕç мана куркапа. Сĕт.-к., Чураль-к. † Эпĕр туя кайман-и, инке илсе килмен-и? Отмăл копа айĕнчен олталаса клартăмăр, çитмĕл копа айĕнчен çнтĕнтерсе килтĕмĕр. N. Улттăн çиччĕн пĕр пулса, улталарĕç аппана. N. † Улттăн-çиччĕн пĕр пулса, улталарĕç пултăра. || Stuprare. Якейк. Олтала.

улттăла çын

простоватый, глуповатый человек. Ст. Чек. Пĕр хутлă çын, ухмахрах, улттăлă çын. См. пĕр.

Ольо-ро

(ол’оро), песенный припев. Слова, которые поют вм. осмысленного текста песни. М. Васильев, № З, 46. Пĕр пуçласан чăваш тек: «ольо-ро та ольо!» тет. Ко чăваш та çавăн пек. IЬ. Ольо-рона хыт илет. Здорово тянет свое «одоро».

ум

ом перед. Пшкрт. Ом — перед. Ч. П. Хапхи умĕ пылчăклă. || Место, на котором жнет жнец. Сред. Юм. Õм, тесе, тыр вырнă чухне хăй выракан тĕлтине калаççĕ. || Назв. частей, на которые делят загон для удобства засевання. Янтик. Айта, Иван, ту часрах ум, акса пĕтерер! (Тырă акнă чухне, акма лайăхрах пултăр, тесе, тата вăрлăх пĕр пек ӳктĕр тесе, анана темиçе пая пайлаççĕ, çав пая ум теççĕ. В. Михайлов (рукопись). Вара анапа ум чар та (= чĕр те) кашни ум валли пĕр пай вăрлăх хатĕрле. || Употр. в качестве послелога. Ман ума, ман умăма, ман умма (= каз.-тат. алды̆ма), передо мною. Регули, 1127. Ман омра тăчĕ. N. Кай кунтан, ман умран. СПВВ. Хам пур умра ан хăра. Альш. Ăйхăнтан вăрансан, ан хара, эпĕ пулăп санăн умăнта. Альш. Умăнти сăрку. Ст. Ганьк. Хура хур умĕнче хура пыльчăк, хаçан тинсе çитĕ-ши? М. Сунчаеево. Ч. Пăртак тăрсан-тăрсан, хăйсем умне (= перед избу) тухса, вут хучĕç, унта сăра, эрех, икерчĕсем илсе тухрĕç те, хыва пуçларĕç. Альш. Сӳнтĕк (назв. деревни) умнеллех кăять вăл çаранлăх. Б. Янгильд. Тогаш. Вăл (она) стариккине (мужу), умне тухас тесе, чатрах лашине хăвалама хушнă. . Çăва патне çитнĕ чух карчăкки тепĕр çулпа çуна вăлсем умнелле тухнине курах каннă, анках старикки çакна курман. Сборн. Ах, аннеçĕм, анне! хĕреслĕ тенкĕ пулам та, кăккăр умне çакса юл! Юрк. Пирĕн умран (мимо) навус тăкма кайнине те вилнĕ çынсене масар çине пытарма илсе кайнине анчах курса тăратпăр, урăх нимĕн те курмастăнăр, тет. N. Киле пырсан, пĕр çĕре пухăнтăмăр та, пурте йĕмсене хуса хĕвел. Умне (на солнышко) типĕтме çакрăмăр. N. Хамăр пурсăмăр та аписам умне кайма хăратпăр. Синьял. Пире анне çуратрĕ, ыр çын умне тăмашкăн; ыр çын умне тăраймарăмăр, тăшман умне тăтăмăр. N. Шуйтанăн сăмси умне тĕлех пулать. Юрк. Сан ачу мар, ачу мар (т.-е. я), аннеçăм, шурă патша умĕнче тăраканĕ, ури айне пукан лартакан, кучĕ айне минтер саракан, икĕ хулĕнчен тытса лартакан. Ала 15°. Патша, халăх умне тăрса, акă çапла каланă, тет. Стюхино. Атьăр каяр хĕр илме икĕ савни умĕнчен. Жит. св. февр. Сăваилă Мелетий вилес умĕнтереххĕн патшана Аслă Феодосий кĕнĕ. Альш. Пирĕи умма ӳкрĕç те, пуçĕсене чикнĕ хăйсем, нимĕн те чĕнмеç, пыраççĕ хуллен уттарса. . Умĕнчен пӳл, умĕнчен пӳл, ан яр! (лови их!). Ала 29°. † Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, эс апие юрăн-ха. Утмăл çулхи атти пур, олтă шăл витĕр хĕм тухать. Ай, кинçĕм Анна пур — опăшку умне выртсассăн, пирĕн аттене юрас çук. Хора-к., Покр. в. Ĕçе лайăх ту, ху умнах тăрĕ (тебе же будет на пользу. Послов.). Юрк. Асамат кĕперĕ çумăр умĕнчен (перед) карăнсан, çумăр чарăнать; хыçĕнчен курăнсан, тата çăвать. Формы: «уммĕн, умĕн, омăнь, омĕн, омăн» см. под уммĕн.

ум яр

позволять заниматься стряпней, пускать к печке. Сред. Юм. Õм янă (кинне, сноху). IЬ. Хунямăшĕ кинне ôм ямас, тет; кăмака патне пырсан та, вăрçса ярать, тет. IЬ. Õм ямас. Пĕр килте ик-виç хĕр-арăм пôлса, пĕри кăмака панчи ĕçе ыттисĕне воçех тутармасан, калаççĕ.

умра юлитччен

до отвала. Юрк. Чăвашсем аша умра юличчен çиеççĕ. Пĕр сурăх ашне е така ашне пĕрре çинĕ чухне çисе пĕтереççĕ.

ум тат

сделать так, чтобы не было недостатка. Чет. Пут. Вăл пире час-час: астăвăр, эпĕ пĕр çук çĕртен çăкăра умне татрăм, эсир те ман пек пулăр. Хыпар, № 6, 1906. Ним ĕçлесси нимĕн туса пурăнăç умне татмалли пулмасть. N. Пурăнăç умне тат.

ум-хыç

перед и зад. Посл. Аслă вырăн таврашĕнче те, умĕ-хыçĕпех темĕн чухлĕ куçлă тăватă выльăх. Сред. Юм. Омĕ-хыçĕ пĕр те палăрмас (пит варланса пĕтнĕ çынна калаççĕ). IЬ. Омне-хыçра пĕлмес (так называют человека беспорядочного). IЬ. Õмра-хыçра пĕр татăк çакса çӳрет. Ходит в лохмотьях.

ун

(ун), он (он), его, ее (род. п.). Альш. Ун арсăрлăхĕ. . Ун иккĕленни. . Ун вăрттăнлăхĕ. IЬ. Ун наянĕ. . Ун никечĕ. . Ун паллаканни. Изамб. Т. 90°. Эпир ун йышшĕ мар, хĕр енчисем ташлама тытăнсан, усене тĕрте-тĕрте яратпăр. СТИК. Ун мĕн сутни ăнса пырать. Альш. Ун хисепĕсем. Сред. Юм. Õн пичĕ çерçи çăмарти пик, тесе, хора-тотлă çынна калаççĕ. Б. Хирл. Сăнчăр кăкар та, сăнчăрăн пĕр вĕçне çак çăла яр, эпĕ ун (унпа?) çыхăнăп та, вара эпĕ тухăп, тесе каларĕ, тет.

ун-кун

туда и сюда. Собр. Ун-кун сикĕп, пĕр укçалăх вырăн тупмăп. (Хăй-чикки). Орау. Унтан ан каç, куран вĕт çырмăнта юççе анчах тăрать. Лашу кĕрсе ӳксен, ун-кун пăхкалăн. IЬ. Çӳçрен тытрĕ те, ун-кун чăскалать. Пĕр айăпсăрах патак çырăм. С. Тимерс. Ун сикет, кун сикет, пĕр укçалăх вырăн тупмасть. (Хăй-чикки). || Сред. Юм. Пирте ôн-кôн тавраш туянмас-ха? «У нас пока этого не замечается».

унсăрĕн

онсăрăн, в противном случае. Сред. Юм. Лав ôкçи пĕр тенкĕ паратна? Õнсăрăн кайма йôрамас ман.

ун-çемĕн

, кун-çемĕн, то с той, то с этой стороны. СТИК. Пит хытă хĕнерĕ. Ун-çемĕн, кун-çемĕн тăхăнттара-тăхăнттара ярать. . Ун-çемĕн, кун-çемĕн парать пĕр енчен, тепĕр енчен.

унта

онта, там. Чаду-к. Кайсан-кайсан, уй варĕнче Иван пĕр явăç курнă; вăл, унта хăпарса кайса, пăхса ларнă. N. Унта ура йĕрсем, унта сыснасем чавнă, унта курăк тымарĕсем. Юрк. Пĕр çуртине авă çав тураш умне ларт — çуртипе тăсса кăтартать; тепĕрке авă çавăн умне пырса ларт, виççĕмĕшне ава унта ларт, тет. Ыттисем умне те çапла çутса лартма кăтартсан, чи юлашкине, пĕр çуртине, Иван Ивановича парăн, тет. Регули 1336. Эп онтах лартрăм ĕлĕххи вырăна. || Тогда, в то время. Хыпар, № 36, 1906. Яланах халăх пуяссине кĕтсе тăратпăр; яланах, çапла халăхăн пĕрер пусăн пухăннă укçине ĕçе-ĕçе пырсан, халăх пуян пулĕ унта! Пуян çĕртен те çука юлĕ! ld. № 8. Тырă ĕçлесе тунни парăм тӳлеме çитмĕ. Унта тинех (вот тогда-то) пăрах та кай çĕрӳ çинчен. Дик. Леб. Кам ĕненĕчĕ вĕсене унта? || Все-таки. Юрк. Вĕсем исмаса вăл хутне яраччен (пăртакçĕ) укçа янă пулсан, унта та пăртакçĕ ырă пулĕччĕ. || В том случае. IЬ. (Чӳк çимĕçĕсене) кам та пулсан ăнсăртран çисе пăхсан, унта та чӳк тунни килĕшмес. || Безразлично. Орау. Кипке тăхăнасчĕ. Пар-ха, арăм, пĕр-иĕр кĕпе, кивви-и, çĕнни-и унта, — юрĕ. || Хотя бы, например. Изамб. Т. Çын вилчĕ — вĕсене укçа, ача çуралчĕ — укçа, çын авланать-и унта-укçа. || Иногда ставится в отриц. предложениях в особом чувашизме. Хăвăн пулмасан, кам парать сана унта! Если у тебя самого нет, то кто же тебе даст!

унталла-кунталла

, унталла та кунталла, , туда и сюда. Орау. Халăх пĕр пĕрне хĕснипе нимпе те пĕр тĕлте тăмалла мар: унталла та кунталла исе çӳреççĕ (в толпе, в давке).

унтан-кунтан пулмин

откуда-то. С. Шигали. Унтан-кунтан пулмин, пирĕнтен пит инçех мар, пĕр çын чупса килнн курăнчĕ те, эпир, лайăх пăхмасăрах, урана кута лектерсе, чупа пуçларăмăр.

унтан та пулмин

вдруг. Байгулово. Унтан та пулин, карчăк çине пĕр ала йĕп яра пачĕ, тет, кайăк. Никитин. Унтан та пулмин хăшĕ-хăшĕ, урах кĕпесем тахăнса тухса, вылляма та кĕршнĕ Мижула. Онтан та полмин кĕпер урлă тен-тен! тесе, каçса карĕ.

унччен

унччин, до тех пор; раньше того времени, заранее. Альш. Çак аслă урам варринче, эпир каятпăр çулпалан. Те каятпăр, те каймастпăр, унччен куллен çунатпăр. Изамб. Т. Унтан вара хăех шырама кайрĕ. Унччен мана хĕнерĕ. N. Пĕр çĕмĕрсен, пушали хĕрт ачăна, ăна унччен пăхаççĕ, — астутараççĕ. || Употребляется в некоторых чувашизмах. Шорк. Пасарне кайсан та, нимех те илес çукта, онччен кайса çӳрени... На базаре тоже хотя ничего особенного не купить, но все-таки прокатимся. IЬ. Ку вĕренме çӳресен те, нимех те вĕренес çок та, онччен кон ирттерсе çӳрени. IЬ. Ку кошак çуринчен кошак поласси çок та ĕнтĕ, онччен осрани. Хотя из этого котенка едва-ли выйдет порядочная кошка, но держим, пусть живет.

унччен те пулмарĕ

, унччен те пулмас, унччен та пулман, унччен те пулмин, вдруг. Букварь 1906. Унччен те пулмарĕ, тет, ку, арăмсем шыв ăсма анаççĕ, тет. N. Хайхисем лашине шарт! çапса вĕçтерсе кайрĕç, тет, ĕнтĕ, унччен те пулмарĕ, тет, хыçалтан ею тухса илчĕ, тет. Иваново. Унччин те пулмарĕ, пирĕн киле кантратти арăмĕ чупса кĕчĕ. СТИК. Унччен те пулмарĕ, хăй хĕр ашшĕ персе те çитет. Не прошло и часу, как отец невесты прикатил. Ау 14. Упа, унччен те пулмас, ялт! сиксе каять. Юрк. 35. Унччен те пулмас, хай кушак çинчи çунакан сӳсрен вучĕ улăмпа витнĕ пӳрт тăррине ярса илет. Артюшк. Унччен те пулмасть, хĕр хĕçпе пуçне касса татат. Бай. Унччен те пулмас, не долго думавши. Унччен те пулмас, ку вилнĕ Ивана туртса кăларчĕ, тет те: ку мĕн тата сирĕн? тесе ыйтать, тет. Ст. Яха-к., Ядр. Çынсем вара, пурте кĕлĕрен киле тавăрăнса пĕтсессĕн, пăртак апатсем çикаласа, сăра ĕçкелесен, хăйсен çемйисемпеле пăтă кам кампа чӳклесси çинчен канаш тăваççĕ. Унччен те пулмаçть, пĕр-пĕр хурăнташин ачи е хĕрĕ, пырса: пирĕн пата чӳклеме ачăр, тесе, чĕне пуçлать. Сир. 306. Унччен те пулман, курах кайнă: тем пек çуйăхса, кĕрлесе пынă, хĕрĕ таврашĕсене темĕн чухлĕ турттарса пынă. Эльбарус. Унччен те пулмин, çак кĕпер патне икĕçынанчĕç. Тогаево. Онччен те полмин, пирĕн омран хай токмак çол орлă каçса кая парать. Чăв. Йум. 1919, 8. Унччен те пулмин ачана ярса илчĕ те, чышкино, шăла çыртса, чăмăртаса, çав ачана чышкă тăхăнтара пуçларĕ. Чăв. юм. 1924, 35. Ха, кунта çын шăрши кĕрет! терĕç те, капан йĕри-тавра кускала пуçларĕç. Унччен те пулмин, мăйракисемпе капана, йăвантарас тесе, тăрслаттарма тытăнчĕç. Эльбар. Онччен те полмян, ман патналла, çамка çинчи сăнакне çутатса, питĕ хытă стрелок чопса пыма пуçларĕ.

унашкал

унашкаллă, подобный ему (ей); такой. Янсут. Уншкал пĕр айăп такамăн та пулать. У всех есть такие недостатки. Сятра. Конда онашкал с̚ын с̚ок. Lb. пэр (= эпир) онашкалн'а (с тверд. л) корман (к не озвонч). Мы такого не видали. IЬ. С афф. прит. 3-го л.: онашкал’ы̆, онашкал’ы̆н, онашкал’ы̆нџа (н не палат.). Шурăм-п: № 21. Унашкаллă çынсем питех сахал.

унăн-кунăн

туда и сюда, в том и этом наиравлении. Ала. 94. Унăн-кунăн шыракаларĕ-шыракаларĕ те, ачине ниçта та топаймарĕ, тет. Дуван. Çак хуçанăн аслăк тăрринче пĕр кăркки пур, унăн-кунăн кускаласа çӳрет. || Орау. Вăл хĕр çинчен унччен унн-кунн сăмах тухманччĕ (никаких дурных слухов не было).

улкăла

снабжать кольцом, прицепить при помощи кольца, захлеснуть петлей. N. Çавă тимĕрте пĕр ункăласа хунă самок уçăшĕ тупрĕç, тет. Актай. Кĕлетрен килсенех (как только пришла), каллях ункăласа хучĕ, тет, пилĕк çумне (т.-е. снова прицелила ключ ему к поясу). Кума-к. Мыйĕнчен пăявпа ункăларăм (захлеснул его за шею петлей).

упа

опа, (Пшкрт. ора,) медведь. Юрк. Шурă упа, сăрă упа, хура упа. Орау. Çеминаринче пĕр упа питлĕ ача вĕренет, пиче çурри пĕтĕм çăн (половина лица вся в шерсти т. е. в волосах). N. Упаран хăранă пек хăранă вăл патакран (побоев). Якейк. Халь вăл упа пак пĕччен порнать ĕнт (живет однаоко). Шорк. Пичĕ упа кучĕ цек (как медвежья задница) хура; ма çуса ямаççĕ-ши амăшĕсем? Якей. Хаяр вăрăнса, çĕрĕпе упа пак ӳлер (= улăрĕ). Чураль-к. Упа юмаххинчи юрри. Ыраш уйĕн килтĕмĕр — шыра-шыра килтĕмĕр: урпа уйĕн килтĕмĕр — ура-ура килтĕмĕр; пăри уйĕн килтĕмĕр ......; сĕлĕ уйĕн килтĕмĕр — сĕрлĕ-сĕрле килтĕмĕр; тулă уйĕн килтĕмĕр — тăла-тăла килтĕмĕр. N. Пĕри упа юлать, тепри хуçи пулать. Хуçи упана ташлаттарса çӳрет (на святках). Сред. Юм. Он пôрăнни пôрăннне (?) ô? Õ та порнать пĕччен, упа та вăрманта пĕччен çӳрет. (Говорят про неженатого, одинокого человека, если ему давно пора жениться). Орау. Вăрмантан упана (un ours) чĕнсе кăларам ак! Актай. Упа пырать, тет. Кайăк упаран ыйтать, тет: ăста каян, упа килеми? Сред. Юм. Пысăкрах ачасем йĕрсен: мĕн уна пик улласа ларан? теççĕ. Хорачка. пєр обиба кашкы̆р-ҕап коры̆нды̆мы̆р (жили во вражде). Хора.-к., Покр. в. Опа котне çу йораман, тет. N. Кăмакара лăпсăр-лапсăр упа ташлать. (Мелке). Сред. Юм. Упа котпе çу сĕрнĕ, тет те: ытла çемçе, тесе каларĕ, тет; эс те çавăн пик: сана тепле лайăх туса парсан та, йорас çок. СТИК. Упа пек утат (неуклюже). Лап-лап! пусса çӳрет упа-пек. Шурăм-п.. № 26. Упа кутне çăв юрамаи. (Послов.). Чист. Упа килет. (Так пугают детей). Чураль.-к. Ати упи — мур упи: тăкăлт-тăкăлт сиккелет — сĕм вăрмана кĕрех кайрĕ. || Личн. имя мужч. Рекеев. Упа. Альш. Упа тетен кивĕ ырашне хам та виççĕ алларăм. N. Упа тетен кивĕ ырашне хам та виççĕ алларăм: Упа тетен Уринине хам та виççĕ чуптурăм. Чăвашсем. Упа, мужское имя. Упа тесе, ак мĕншĕн хураççĕ: упа пек сывлăхлă пултăр, чирĕ ан тивтĕр, тесе хураççĕ. || Упа — «обстоятельства». Изамб. Т. Эпĕ вăл хĕре пит те илĕттĕмччĕ те, упа ямас (не позволяет состояние).

Упа Йăкнать

(jы̆гнач’), прозв. человека. Якейк. Пирн таврара ĕлĕк пĕр Йăкнат ятлă çын полнă. Вăл хăйĕн ĕмĕрĕнче тăхăрвун тăхăр упа тытнă. Тăхарвун тăхăр упа тытсан, чараннă, мĕншĕн тесеи, чăвашшен шохăшпе тахăрвун тăхăр упа тытсан (и др.), çĕр-шĕнке хăй вилет, теççĕ. Вăл, пĕр çĕрте упа корсан, хăйне кĕрсе лармалăх шăтăк авăтнă. Онтан вăл упая, йĕкĕлтесе, çав шăтăк патне исе пырса, хăй шатака кĕрсе ларнă. Упа, хĕпĕртесе, он çине сикнĕ чох, вăл вăрăм çĕçĕпе ăна пырĕнчен чикнĕ, упа вара çантах саралса аннă.

упа-лаппи

pteridium aquilinum, папоротник. Ст. Чек. Упа лаппи пĕртен-пĕр теплĕ пулать, ăна чирлĕ çын айне сараççĕ, шăмă-шакă сурнинчен.

Упи

назв. селения, напр. с. Убей, Убеев. вол. Буин. у. и мн. др. Юрк. Упи — дер. Карсунск. у. Собр. Упи уйне урпа акрăм; урпи пулчĕ пулмасла, ăна Упи хĕрĕсем пĕтерчĕç. (Тут же упомин.: Тĕмпек, упи, Катăш, Турхан, Пăртас). N. Мĕн луш каяс Упийĕн, ай, пĕр умне.

упате

опăте, обезьяна. Чертаг. Упăте çынна кăтăкласа вĕлерет. (катти пар та катти пар, тесе, шăла каларса илесшĕн). Сунч. Упăтенĕн йĕмĕ çук, ташлаканăн ăсĕ çук. Орау. Пичĕ-куçĕсем упăте манерлĕрех пулаççĕ вăсен (у татарок). IЬ. Ах упăте! (Брань еtс.). СПВВ. ИА. Упăтесем ăшă çĕрте пурăнаççĕ. К. С. Упăте шăлшăн каççа каять, çыннăн шăлĕсене кăларса илет те, ачисенĕн мăйне çакать; çынна кăтăкласа вĕлерет, лаши çине утланса чупма юратать. IЬ. Икĕ çын упăтене тĕл пулнă, тет те, унтан хăраса хăвăл юман каски ăшне пытаннă, пуçĕсене чиксе выртнă, тет. Пĕри пĕр вĕçĕнчен, тепĕри тепĕр вĕçĕнчен. Упăте пычĕ, тет те, иккĕшне те пăххăрĕ, тет. Унтан тĕлĕнсе каларĕ, тет: ай туру, ай туру! ку мĕлле çын пуччĕ? — пĕр енчен пăхап — кутакки, тепĕр енчен пăхап — кутакки! тесе каларĕ, тет. IЬ. Е, упăте! Темĕскер курăнасса пĕлмест (может решиться на все, и на бессовестное и на неприличное). IЬ. Çав туй халăхĕ упăте пек сиккĕрĕ. . Упăте пек — неряшливый. Календарь рукоп. Прокоп. Ачисен (их) пичĕсем упăтенĕ пек (грязны). СТИК. Упăте çап-çутă пуçлă, пушă пӳртсенче, ахаль, пурăнакан пӳртсене те ерсе аптăратса пурăнать. Пĕрре çапла пĕр çыннăн икĕ пӳрт пулнă, тет; пĕр пӳртне упăте ернĕ, тет. Пĕрре ку çын патне упа ташлатакан кĕрсе выртнă. Упине çак пӳрте вырттарчĕç, тет. Каçпа упăте пырать та, упана чис, кăтăкласа ăнтан ярать. Упа сиксе тарать та, кăна çĕклесе çапать. Çакăнтан вара упăте пымарĕ, тет. || Ст. Чек. Один чувашин, ходивший утром в воскресенье в лес, воровать лыки, видел в овраге совершенно голую женщину, сидевшую и расчесывавшую свои длинные (до колен) волосы гребяем. Это была упăте. IЬ. Женщин растрепанных, грязных, нерях называют упăте. Сурпанĕ хап-хура, пуçĕ туснă, упăте пек ларса пырать. Шел. 137. Акă икĕ çын, вăрмана кайсан, упăте курса... пытанса выртнă.

опăтя

(обы̆д'а), обезьяна. Пшкрт., В. Олг. В. Ом. Опăтя (опăлчан) Киçортра варта порăннă, çырмара. Капан лартнă вутăшĕнче порнса, тет, хĕлле. Çулла полсассăн, çулла вăл, пĕр ут çине утланса, чоптарса çӳренĕ, йăлăнтарнă она. — Каран хоçи сохăр çыпĕçтарсарат, сохар çомне çӳçĕ, алли шăпах çыпĕççа ларать. Алакки оратăп — каçакки çыпĕçса ларать, тет. Хоçи патне килет. Каран хоçи ним те туман она, ĕçертсерсе только. Опăтя çын маллĕ полнă, çӳçĕ çĕртенех полнă.

упян

неизв. сл. СПВВ. Т. М. Тĕнчере пĕр пуян унянсем халĕ çук, вĕсем авалхи вăхăтра пулнă, тет. Описка?

опльункка

упльункка, опёнок. Тюрл, Питушк. Утлюнкка — гриб (тунката кутĕнче). Сред. Юм. Уплюнкка (упл'ункка). Пĕр кĕр-кунне вăрман касса, тепĕр çôлĕнче çав каснă тôнката çинче полакан сарă питлĕ кăмпана калаççĕ.

опте

(опт'э), обезьяна. Тюрл. Эй опте! наякăн (сегодня) питне та çуман! Сред. Юм. Хора, илемсĕр çынна: опте пик, теççĕ. IЬ. Оптене вĕлернĕ ялта çын ăнмас, тет; çавăн пик пĕр çын лашине вăрмана çиме кая-кая янă, тет; тульккĕ лаши кашни кон йĕп-йĕпе пôлса киле тавăрнать, тет. Лаша хуçи лаши çине опте ытланса çӳресе тарлаттарнине илтет те, пĕр ирхĕне лашине тикĕтпе варласа ярать, тет. Опте лаша киле тавăрннине корать те, каллах хальччинхи пик лаша çине ытланать, тет. Яла çитерехпе опте анса тарасшĕн, тет. Лаша çинчен тапранса пăхать, тет, кочĕ тикĕтлĕ, лаша çомне çыпçнă-ларнă, тет те, опте лаша çинчен анаймарĕ те, тет. Опте анасшĕн торткаланнă майĕпе, лаши пит чупса яла персе те çитрĕ, тет. Çынсем опте çыпăçса тавăрннине кораççĕ те, лаша хыççăн хуçи патне кайса, оптене вĕлерчĕç, тет. Çавăнтанпа çав ялта çын пĕр те хотшăнмас, тет, ĕнтĕ.

опчă

(опчы̆), общество. Б. Олг. Пĕр карăмăр ялĕпе; опчипех похăнчĕç халăх; канаш туатпăр, воратпăр. IЬ. Халăх калать: серĕн опчăран пĕре кирлă тет, хотла пĕлекен ача, ача, холне касакан леккăр. || В общую массу. Сред. Юм. Ыраша, лайăххине те начаррине те, пĕрле хотăштарса, опчă ятăмăр эпир.

ура

ора, нога. N. Эпĕ, урана салтса, хăпарса лартăм сак çине, урасене кăмака чĕрçи çине хурса. Якейк. Ора посма вырăн çок. Негде ногою ступить. Альш. Ĕлĕк вăл (Етремен), ку енче те, леш енче те вăрман чухне, çын ура ярса пусса каçса каймаллаччĕ, тет. N. Виç урипе каялла чакса пырать, çăварĕпе, пĕр малти урипе çăкăр татăкне сĕтĕрет. Букв. 1904. Ура салтсах выртма пуçланă (больная). Алик. Ай, килеми, килеми, ура канли (кан'л'и) кӳтĕмĕр. (Свад. п.). Изамб. Т., КС. Атта çара уран тăхăнсан, ура хăпарать. Богдашк. Тăрăс, тăрăс ташлама тимĕр ура пулинччĕ. N. Ура алăк хушшине пулсан (если прищемишь), çын килет. Сред. Юм. Ĕнер-çиç чипер çӳретчĕ, паян ора çине те тăрайми чирлесе выртать. Вчера был здоров, сегодня уж и на ноги вставать не может. Ч. С. Ун чухне ачасем пит ӳсĕр пулаççĕ, урисем çине те аран-аран тăраççĕ. Урмай. Ури çăмăл юлсассăн, килес çул кайлах килĕпĕр; ури йăвăр пулсассăн, çич çулсăр та килмĕпĕр. Скотолеч. 13. Шыв е сĕлĕ пуринчен ытла малти урисене анать. Трхбл. † Аттепе аннене лартар-и, ик уринчен тытса тайлар-и. Альш. Ура салттараççĕ хĕве хупсан. Хĕрĕ каччинне салтать. Зап. ВНО. Ăçта каятăн, икĕ ура? — Тватă урана шырама. — Ăçта каятăн, тватă ура? — Ултă урана шырама. — Ăçта каятăн, улт ура? — Выртнă упана тăратма. (Çара-çуна). Изамб. Т. Пĕр урипе сиксе каят. Чăв. й. п. 31. Апат хытнă çăкăрне, лармасăр, ура çинченех (стоя на ногах) çикеленĕ. Н. Лебеж. Виç хĕл каçан вăкăрне шур парнене тытрăмăр; ури çинчен пусăпăр, ăна туй халăхне валли тăвăпăр. Сред. Юм. Õра сыраччин йôрласан, каç пôлаччин йĕрет, тет. (Поговорка). Хăр. Паль. 5. Акă Палля тĕлĕнчен пĕр уксах ача хăрах уранăн сиксе кĕвĕ. N. Если урине (у молодушки) курсан, вара пĕр мăшăр чулха илсе парас пулать кинĕн, е кĕрӳшĕн хунĕсем патĕнче. Беседы о землед. Пĕр татăк хытнă çăкăршăн та ураран ӳкиччен ĕçлетĕн. N. † Урасем пусрăм та, куçма хĕсрĕм — ухмах иккен хĕрĕрсем, сисмерĕç. N. † Савнă тантăш аса килнĕ чух ура çинчен (наяву) тĕлĕк куртăмăр. N. Ăна вара ура тупанĕ патне хурса тĕтĕмне кăлараççĕ. (Тĕтĕрни). Ст. Чек. Аллупа пар та, урупа çӳре. (Послов.). Пизип. Пĕр карта сурăх, пурте пĕр ура тăрăнче тăраççĕ, (Купăстасем). Юрк. Урисене пуçтарса ларсан (гуси)... Пшкрт. Молҕас' иҕоран ларза-да, хы̆лҕизäм анцак коры̆начы̆. М. Васильев, № 3,44. Пăхаç кăсем ирхине — тотар лаши орине тăсса выртнă (околела). Сред. Юм. Кошак ôри чоста, ман ôра тимĕр! Пĕчик ачасем çӳлĕ çĕртен сикнĕ чôх çапла каласа сикеççĕ. Орау. Ура çинчен янă. Futuit stans. Ст. Чек. Пӳрте кĕнĕ чухне алăкпа урана хупсан (прищемишь), хăна килет. N. Манăн урасам утми пулчĕç. Сред. Юм. Ора сырма кил! тесе, ирхĕне ирех хуçисĕм вырăн çинчен тăраччин пыракан çынна калаççĕ. Орау. Тухса кай кунтан халех; нихçан та ман килĕме уру килсе ан пустăр! Букв. 1904. Çырла вĕçĕ-хĕррисĕр, ура пусма та çук (негде ступить). Сред. Юм. Ора-ал пит ыратать. Руки и ноги болят. О сохр. здор. Урпсемпе тапкаланса выртма. Ст. Шигали, Цив. у. Унтан-куптан юлмин, пирĕнтен пит инçех мар, пĕр çын чупса килни курăнчĕ те, эпир лайăх пăхмасăрах урана кута лектерсе чупа пуçларăмăр (во весь дух). Альш. Ура хурса ӳкерес. Свалить, подставив ногу (= такăнтарса ӳкерес). КС. Орау. Хăй кулать, калаçать, ури çĕре перĕнмеçт. IЬ. Таçта çухалчĕ кушаккăм, аванччĕ. Урана чăссан, ура урлă сикеччĕ, тата, кайри урисем çине ларса, слушит тăваччĕ. Букв. 1904. Эпĕ вара урана çĕре тивретмесĕр (= тивертмесĕр) киле çитсе ӳкрĕм те, питĕрĕнсе лартăм (прибежал во весь дух). N. Ураран ӳксе, вырăн çине выртнă. N. Çав пичĕкен тĕпне ура тивмест; пӳ ярсассăн, пӳ çитмест. N Ватă юмансом те ӳкеççĕ, тет, ураран (валятся). СТИК. Чăхă урине хĕр-ача çисен, тĕрре пĕлмест, тет. Чув. прич. о пог. 229. Хур пĕр уранăн тăрсан. Если гусь стоит на одной ноге. || Доля, равняющаяся одной четверти заколотого животного. Сред. Юм. Миçе ора кĕтĕн? Çак çолсĕнче выльăхсене оралашса пусаççĕ; пĕр ора кĕнĕ полсан= 1/4 части коровы; çор ора кĕнĕ полсан= 1/8 части коровы; ик ора= 1/2. || Активный участник воровства, знающийся с ворами из других селений и помогаюпшй им воровать,в своей деревне. Якейк. Ялта япаласам çохалсан, вăррине пĕлмесен: ори ялта пор, теççĕ. IЬ. Хамăр ялти орине пĕлесчĕ.

уралан

вставать на ноги (метафора). Хĕн-хур. Турă пулăшнипе, лекĕр тăрăшнипе Ануш каллех уралана пуçланă. Чума. Çавăнтан вара Наум, сывалса, уралана пуçланă. О сохр. здор. 109. Вара çапла пулăшсассйн, мĕскĕн çыннăн пурнăçĕ пĕр мая кайĕ (ураланĕ вăл). Ист. церк. 148. Иерусалимри патриахсем пăхса тăракан ĕненекенсенĕн çĕрĕсене Магомет тĕнне тытакан арабсемпе Арий ересне тытакан усал çынсем турта-турта илсе пусмăрласа пĕтернĕ, вара унти ĕненекенсем никçан та ураланайман. || Поправиться в материальном отношении. Сред. Юм. Ĕлĕк пит чохăнчĕ те, халь, ораланма пуçланă ĕнтĕ. Прежде жили бедно, теперь уже поправляются. Хыпар 34, 1906. Хресченсем часрах ураланччăр тесен, вĕсене хыснаран укçа парса пулăшас пулать. IЬ. Халăхăн пурăнăçĕ нихăçан та ураланас çук. Истор. Çав 1547 çулта тухнă вутран кайран халăх часах ураланса çитеймен. Чув. календ. 1910. Çав çынсем, темĕн тĕрлĕ ĕçлесен те, ураланайман. || Образовать вокруг себя лучи (о светиле). Шурăм-п. № З. Хĕлле хĕвел уралансан, сивĕ пулать. Икково. Ойăх ораланнă. Вокруг луны образовались лучи. Толст. Сăрт хыçĕнчен çĕнĕ уйăх хĕрелсе ураланса тухнă. Юрк. Хĕвел уралансан, çумăр пулать. Шел. 70. Хĕвел шевли... вутăн-хĕмен ураланса... тăрать. || Обуваться (ора сыр). Шибач. и др.

ора палламалла

назв. детской игры. Якейк. Пĕр ача ора паллакан полать. Ăна ачасам ларса çитиччен куçне хопса тăратаççĕ. Вăл куç хопса тăнă хошăра ачасам орисене олштара-олштара ява-ява лараççĕ. Ора паллакань порин орине те палласа тохсан, тепре выллянă чох паллакан орăх полать, поринне те пĕлимасан, каллах хăех паллакан полать. Вал ора палланă чох та куçне хопсах çӳрет.

ура пусси

стремя. N. † Лаши полтар — кăвак полтăр, ора посси йăс полтăр. || Дощечки, посредством нажимания которых во время тканья «кĕрĕ» то подымается, то опускается (подножки). Шевле. Щ. С. Ура юсси, подпожкн. Юрк. Ура-пусси — пир тĕртекен япала тавраш. Изамб. Т. Ура пусси иккĕ юлать. Пĕрне пĕр кĕрĕ çумне çыхнă, тепĕрне тепер кĕрĕ çумне çыхнă. Сылтăм ура пуссине пусан та, пĕр кĕрĕ анат та, вара ăсана пĕрре каçараççĕ. Унтан сулахай урана пусан, вара тепĕр кĕрĕ анать, малтанхи çĕкленет. Вара тепĕрре ăсине каçараççĕ. Çапла, тек ура пуссине ылмаштарса, ăсине пĕр енчен тепĕр енне каçараççĕ. Питушк. Икĕ ура пусси, (у ткацкого станка). || Подножка у телеги и тарантаса. Щ. С. || Коньки? СПВВ. ИА. Ачасем хĕлле ура пуссипе ярнаççĕ. || Шаг. Саратов. г.

ора тарлĕх

(т̚арл'э̆х'), что может послужить вознаграждением за ходьбу, за хлопоты по делу. Якейк. Унтри (Ун'др'и) хăй çӳренĕ чохне, ора тар тесе, аран пĕр орапалăх (1/12 ч. десят.) хăварнă. IЬ. Çĕр валеççе çӳрекенсене ора тарлĕх патăмăр (земли). IЬ. Паян çăмарта пуçтарма карăм та, ора тарлĕх те осси полмарĕ.

ура

омет. Н. Седяк. Улăм, утă купине, капан пек пулмасан, чăмăр пулмасан, ура теççĕ. М. П. Петров. Ура — длинная копна соломы. Зап. ВНО. Çапă ури (в Якейк. çапă копи), улăм ури. Альш. Улăм ури улт ура, улттăшĕ те пĕр ура. N. Улăм ури улт ура, ултăшĕ те пĕр ура; çакă ялăн хĕрĕсем ултăш-çичĕш пĕр окçа. N. Йĕс туя пек пĕвĕне улăм ури турăмăр.

ура

ора, моток (ниток). Б. Олг. Çĕленĕ çип ори, особый, длинный моток ниток. Пус. Карăм, карăм çул çине, виç усламăçа тĕл пултăм, виçĕ ура çип илтĕм. Якейк. Пĕр ора çин парса ятăм. Ик ора çипрен, кĕрĕк ĕçлесен, кĕт анчах йолчĕ.

ура

ура (воинское восклицание). Юрк. Çав çĕр пĕр салтакĕ çывăрнă çĕртен хăраса çиксе тăрать та, пăшалне илсе, пĕр еннелле: ура! ура! ура! тесе, пит хытă кăшкăрса чупа пуçлать. IЬ. Малтан кам: ура! ура! ура! тесе кăшкăраканнине те шыраса тупаççĕ. См. урра.

урам

улица. Завражн. Окошкаран орама персе анчĕ (сверзился). Альш. Урам енче ултă чӳрече (на улицу). Юрк. Тĕл пулнă çынсенчен: судья камĕрне хăш урамрине, хăш çуртрине пĕлетре? тесе, ыйтса пĕлеççĕ. СПВВ. Урам — рам. Н. Сунар. Пĕре патша, урамсемпе çӳренĕ чухне, пĕр чул çинче хитре ача ларнине курнă. Янш.-Норв. Урамĕ-урамĕ хурăнлăх, хурăнлăхсем хушшшнче кăвак чечек. Сред. Юм. Пĕччен орам толли пырать. (Говорят про человека, который идет не по прямой дороге, а то сходит с дороги, то опять входит на нее). N. Орамра çерем тохнă (показались проталинки, лужайки). Регули 669. Орамалла тохнă алăк панче тăрать. || Ряд, образуемый на базаре подводами или торговцами. Б. Олг. Сĕлĕ орамне пыртăм, сĕлĕ вăтăр олтă пус кĕлеччĕ; иткелерĕм те, илмерĕм, тарăнтăм ахалях.

урам хушши

пространство между двумя рядами домов (улица). КАК. Каç пулсан, ялти мĕн пур ача, пĕтĕмпех урам хушшине тухса, икĕ ушкăна уйăрăлса тăраççĕ. Красн. Горка. Урам хушши ĕнтĕ типе (сохнуть) пуçларĕ. Чураль-к. † Урам хушши тикĕс мар, шăлаканĕ эпир мар. N. Урам хушшинче шусем юхаççĕ. Чуратч. Ăçта килчĕ унта: е юпа кутне, е çул çине, е çырмана, е пĕр-пĕр уничене, пăтă, салма, кĕсел пĕçерсе кайса тăкаççĕ. Çаксене урам хушшинчи усалсене параççĕ. Кил хушшинчи ача-пăчасене, выльăх-чĕрлĕхсене лайăх, пĕр чирсĕр усратăр, теççĕ.

урапа

орапа, телега. Чертаг. Урапа. Пуçелĕк, тĕнĕл, аялти ӳрече (ли кашта), ĕревĕч, кайри тôкăн, ӳрече, урапа куккри, çертешнĕк, çертешнĕк шăтăкĕ, тôрта, теврĕш, ôрхалăх = поперечник, кайри теврĕш, ôрапа пăти. Кайри орапа пăти тохса ӳкнĕ. Орапа мăйраки (завертывать вожжи), кĕпчек, толккă, потăскă, ôрапа кăшăлĕ (кăшăллаççĕ). Части телеги (Н. Карм.). Урапа ешчĕк, кузов, ящик; ӳречи, грядки; сӳретке, дроги?; кукрашка, лисица (соединяет заднюю подушку с переднею); каклешке, крюк, кривулина, за которую заматывают при остановке вожжи; урапа пĕкки (п̚ӧ̆кки), подуги (дужки, обхватывающие бока телеги); пуçелĕк, передняя подушка; шĕлепкеллĕ пăта, особая чека; йăрана (или, по-тат., атлама) обойма кĕпчек кăшăлĕ, обруч ступицы; кĕпчек, ступица; кĕпчек тулкки, втулка; патуска, поддоски; кĕпчек шăлĕ. Якейк. Ав орапасампа килеççĕ. Вон едут на телегах. И. С Степ. Ялан пур урапа та пĕр йĕрпех чупмасть, теççĕ. (Послов.). (ред. Юм. Орапа пĕрмай пĕр йĕрпе космас (т. е. не всегда бывает удача. Послов.). Собр. Атте лаши çӳрен лаша, ун урапи тăрантас. Яра-к. Хунь орапине косарать (свое твердит). Сред. Юм. Орапи çине ларсан (если будешь делать ему в угоду), лит аван ôлă; хăйне хирĕçтере пуçласан, вара такамран та ôсал. Собр. Усал çынна хăй урапи çине ларса кустарас пулать, теççĕ. НАК. Тӳле луччă пин тенкĕ; тӳлемесессĕн, эпĕ сана урапа туса çӳрĕп, терĕ (я телегу из тебя сделаю и буду на ней ездить). || Подвода с людьми. В. Олг. Он чохне Кошвартан тата пĕр орапа кисе (т. е. Килсе). || олесо. Пшкрт. Ораβа — колесо. Трхбл. Трапу тухса ӳкнĕ. Колесо у тебя соскочило. Иначе, там же, куса-тăран. Шашкар. Эх, мăн-тарăн ĕмĕрĕм! ста кайман, мĕн курман! Козлофкăна çитнĕ, пăраххут курнă, урапи хĕрлĕ! (Так смеются над ядринскими чувашами). К.-Кушки. Малти урапа илтĕм. Купил передние колеса (или: переднее колесо). НАК. Хирĕç пĕр улпут килет виçĕ лашапа, виçĕшĕ те тимĕр-кăвак; хай пĕр малтн урапа çинче анчах, урапи пĕтĕмпех тимĕр, чанкăртатса анчах пырать. Пирĕн патăмăрти чăвашсем киремете: çапла çӳрет, теççĕ. || Воз снопов. Альш. Анара 16-шар, 17-шер, 18-шар урапа ларать, теççĕ (в урожайный год). . Урапинчен 8-шар, 10-шар 12-шер пăт тухать, теççĕ (хлеба). Изамб. Т. Сирте теçеттининче миçе урапа (çĕмел) ларат? || Назв. колес мельницы и оодирки. Изамб. Т. (У мельницы) валăн вăта çĕрне пит пысăк, урапа тăхăнтартнă. Ул урапан хĕрринче шăлсем пур. Якейк. Орапа. Шештĕрнеке çаврать. Орапара отмăл пальтсă (scr. пальццă). См. арман. || Колесо (-а) плуга. || Мера земли. В. Олг. || Прялка. Янтик. Алтатье арлать урапапа!

пĕр мăшăр орапа

велосипед (употреблено за неимением другого выражения). N. Эпĕ конта пĕр мăшăр орапапа çӳреме вĕрентĕм (на велосипеде).

урапаллă

орапаллă, то же, что урапалă. Якейк. Вон (воç) орапаллă килет, дар та кай (сядь к нему и поезжай). «Во множествен. чиоле, а также в других лицах не употребляется». Бгтр. Кайсан-кайсан, пĕр орапаллă çын килет, тет.

ураса

(ураза), пост магометанский. N. Хăшĕ-хăшĕ вĕсенчен тутар пекех ураса тытаççĕ, мечет (= миçĕт) патне тутарсем кĕлтунине курма каяççĕ. Аттик. Вĕсем çураçмана тутарсем ураса уçасси пĕр эрне юлсан, кивĕ уйăхра эрне-çĕр тăваççĕ.

урăх

другой, иной. Шинар-п. (Ядр.). Пĕрре вăл хулана, урăх тĕслĕ тумтир тахăнса, кайнă. Чăв. й. пур. 21. Пӳртне, çуртне те урăх тутарнă (перестроил). Регули 893. Орăхне чĕнсе кил. || Больше, более. Орау. Ăна: урăх килмеçт, тиç (или: вăл урăх килмеçт, тит). Он более не приедет (или: совсем не приедет). Туруново. Хуçа тата каланă: икĕ çĕр тенкĕ парап, урăх памастăп, тенĕ. Юрк. Пире, чăваша, юрат-çке, ӳтет, ку каллех, урăх нимĕн сăмах калама аптăраса. IЬ. Пăртак пĕр-пĕрне пăхса тăрсан, земск. начальн.: урăх ĕç-мĕн çуктăр? тесе ыйтать. IЬ. Пӳртре урăх никам та çук. Я. Турх. Эпĕ сире урăх çырмарăм ĕнтĕ, каçарăрсамах мана. Улмĕрен çырăп. Ч. С. Ах, ан тив, Сергей! урăх килместĕп, урăх килместĕп! (больше не приду!) С. Вăл ал-шăлли йĕпи орăх нимтен те мар. Сир. 102. Ун пек ыр çын çĕр çинче урăх çук та. Рег. 762. Вăл корчĕ пирĕн ăвăннине, çавăнпа орăх ĕçлеме каламарĕ. || Кроме. Шел. И. 63. Кĕлетĕнче вăл çӳпçесенчен урăх нимĕн япала та çук. N. Тула тухасран урăх тăрса ларман. Не вставал с места, кроме как только за нуждой. || В другой раз, еще. Торп-к. Çак улпучĕ, первайхи арăмĕ вилсен, урăх авланнă, тет.

урлă

орлă (урлы̆, орлы̆), через, поперек; за, из-за. Юрк. Çулпа пынă чухне, çул çинче пĕр тарăн çырма урлă хывнă кĕпер урлă каçмалла пулать. Скот. леч. 26. Çăварне лайăхрах уçтарасшăн выльхăн чĕлхине кăларса, çăварне урлă патак хыптарма кирлĕ. Бурунд. † Пире çырнă çын ачи инçе те мар, ял урлă. Тайба. † Ама кăвакал пăр урлă, çаврăнасси кӳл урлă; пирĕн савни ял урлă, калаçасси çын урлă. N. Ву (оно) пирĕн ялтан çырма урлă. N. † Эп савнине çын савсан, чунăм епле чăтрĕ-ши? Чăтаймечĕ — çын урлă. Юрк. Вĕсем урлă. N. † Кукăр-макăр юмана касăр-прахăр çул урлă; леш. кассенен хĕрсене кларар-ярăр ял урлă. М. Чолл. Виçĕ патшалăх урлă, пĕр патшан хĕр пур. Т. VI, 65. Ашапатман карчăк килнĕ, Атăл урлă, тинĕс урлă, уй урлă, вăрман урлă. Вĕретĕп, суратăн, тух, куç! Коракыш. Атăл урлă юман касăп, турпасси кунта кисе ӳкĕ. (Салтак хут яни). Ст. Айб. Пирĕн савнă тусăмсем ял урлă, курса калаçасчĕ çын урлă. Ал. цв. 3. Тата эпĕ тинĕс урлă пурăнакан çынна пĕлетĕп, вăл мана çав куçкĕские тупса парĕ. IЬ. Тинĕссем урлă кӳнĕ хаклă йышши таварсем. Регули 1310. Шу орлă ишрĕ. Карта орлă сикрĕ. || Употребл. и в временном значенни. N. Пĕр каç урлă хурала (в караул) каяппăр (через вечер, т. е. раз в два вечера). N. Унтан вара тепĕр каç урлă е ик каç урлă хуçисем патне татах ик-виç пĕçерекен арăмсем пуçтарăнаççĕ, ĕçме-çиме хатĕрлеççĕ. N. Эрне урлă ярах тăр (письма). || Выражает посредство. Н. Карм. Ун урлă (с ним) Сире пит пысăк салам яратăп. || Сред. Юм. Пиччĕш орлă иртеймес-ха çав. Без позволения брата не может делать важного дела. || Поперек (наречие). Чуральк. Шур вăкăрăн тир урлă. (Хурăн). Хора-к. Çын япали орлă выртсан, тăрăх çавăр (= ху ан тив). Ст. Айб. Ахаль тăраччен, урлă выртакана илсе пăрах, теççĕ. (Посл.). Сред. Юм. Орлă выртана тăрăх та çавăрмас (ничего не делает). N. Орлă выртакана тăрăх çавăрса хор, тиççĕ. Янтик. Урлă выртана тăрăх исе хумастăн. (Так говорят про человека, который ничего не делает). Собр. Уйăх çути çап-çутă, урăрсене урлă ан пусăр. || Поперечный. Собр. Айван çыннăн пуртă, аври урлă, теççĕ. Абыз. Хĕрĕх юман айĕнче хĕр вăрласа тухрăмăр, урлă çăка айĕнче ура сырса тухрăмăр. (Мы обулись под липой, склонившейся поперек дороги.) Абыз. || Косой (о ноге косолапого). В. Олг. † Он та ори орлăрах. N. Эпир унпа урлă карăмăр (поссорились). N. Вĕсем урлă карĕç-ха паян.

урлă кĕлет

амбар, построенный поперек улицы. Янш.-Норв. Ах аттеçĕм, аннеçĕм! хĕрӳ хулăн укçипе урлă кĕлет илсе ларт (вар. илсе лартăр, из «хĕр йĕрри»). Собр. Уйра пĕр урлă кĕлет ларать. (Сурат). Богдашк. † Аслă урамăн варринче, урлă кĕлет умĕнче, урама сырса лараттăм.

урлă пул

вздорить, жить не в ладу. Изамб. Пĕр çамрăк ача, пĕр старикпе урлă пулсан, пăлтăра сивĕнме тухса ларчĕ. Б. 13. Пуринпе те тӳрĕ пурăн, пĕр çынпа та урлă ан пул. Альш. Сирĕн ку таранччен апла-капла илтĕнмесчĕ-çке, тет. — Çукчĕ те, урлă пултăмăр (поссорились).

урлă пурăн

жить в несогласии. Кратк. расск. Авраам кĕтӳçисем Лот кĕтӳçисемпе çав выльăхсем пирки пĕр-пĕринпе килĕштереймен, шавах урлă пурăннă.

урла сăмах

слово, сказанное «поперек». Ст. Чек. Пĕр-пĕринпе вăрçас-çапăçас (урлă сăмах калаçас) пулмас.

орлăш-тăрăш

длина и ширина. Сред. Юм. Орлăш-тăрăш пĕр, тесе, лотра, сарлака çынна калаççĕ.

урлăшĕ

, орлăшĕ, поперечник, ширина. Альш. † Пирĕн урам урлăшне юхат шывăн сулхăнĕ. Ч. П. Çăл-куç çырми урлăшне çапă хурса каççа кай. Завражн. Пĕр пилĕк вершок орлăшĕнчен тортса илчĕ. Орау. Атăлта вĕçи-хĕрисĕр, Атăл урлăшпех, пăр каять Якейк. Пирĕн маçакăн (у дедушки) хора пӳртĕнче тĕпел кокăрĕнче пӳрт орлăшпех орлă сакчĕ. N. Виç ана урлăшĕ. Ширина трех загонов.

Урмак-касси

назв. одной из прежних частей Тукас, одного из околотков д. Яншиховой, Буин. у. Урмак-касси = Хăяр-касси. Урмак-касси, тесе, унта пĕр Урмак хушаматлă çын пурăннăран каланă.

Урмак-Маки

личн. имя мужч. N. Ĕлĕк пĕр çын пулнă, тет, вăл Урмак-Маки ятлă пулнă, тет.

урма-сурма

усилительное слово. К.-Кушки. Вĕсен йыттн урма-сурма хаяр (страшно злая), иртсе çӳрекене çыртать. || Страшный, Альш. Акă ку тилĕ пĕр урма-сурма çĕлен патне пырать, тет.

урпа

орпа, ячмень. Б. 13. Урпа утмăл кунта кĕрекене ларать, теççĕ. Ч. П. Уйра ларан урпа. N. † Ултă лаша кӳлсе, уя тухакан, урпа сăрисене çав ĕçет. Вишн. 64. Урпа ярса, вĕретнĕ шыв. Щ. С. Урпа çăнăхне салмалах çăнах тесе калаççĕ. Юрк. † Урпанăн сăрисем, ай, капăклă, Ф. Тимоф. Анкартине кайса, ан вучах хăми çине пĕр уçă урпа акас пулать. Унтан, пĕр чăнмесĕр, выртса çывăрас пулать. Вара урпа акакана тĕлĕкре арăм пуласси урпа вырма тăратса каять. Сред. Юм. Ôрпа йôн-тымарта ларать. Орпан пôлса çитеччин малтан кашни пĕрчине хĕрлĕ сăн кĕрет, ăна вара йонтамарланнă теççĕ. || Ячмень на глазу. Н. Седяк. Урпа пытанмалла вылянă чух пăхнăран пулать, теççĕ. Урпа куçа тухать, ăна урпапа, тăххăртан пуçласа, кутăн суса пăрахаççĕ. N. Урпа вăл çăпан пак тухать, ăна вара урпапа сăваççĕ. Изамб. Т. Куçа урпа тухсан, урпапа сăваççĕ. N. Урпа тухать, болезнь на глазу. Пшкрт. Коз’а орβа токры̆.

урçа

орçа, вдовый, вдовец. Шибач. Орçа, вдовец. Орау. Унăн хĕрĕ урçана кайнă (вышла за вдовца). СПВВ. НН. Урçа — арăмĕ вилнĕ çын. . Урçа тесе, арăмĕ вилсе, тепĕр хут авланакана калаççĕ. Якейк. Орçая кайнă, тесе, пĕрре арăмне вĕлерсе, тепре аланакан çынна кайнине калаççĕ. Слепой. Орçана кайрĕ качча. N. † Урçа каччăн сӳс пушă; сӳс пушăран çу тумлат, çу тумлин те, чун савмасть. N. Хусан çулĕ такăртăр, тупнă урçăр самăртăр; пире пăрахса урăхне савса, святой мартăр, усалтар. (Хороводная песня?) Юрк. Пĕр çын çич сакăр ачапа урçа арçын пулса юлать. IЬ. † Урçа качча каяканăн ĕмĕрĕ епле иртет-юи?

уртмахçă

то же, что уртмакçă. Кĕвĕсем. Уртмахçă — каччă енчен. Альш. Хĕрĕ енчен каччисем шăрттан, чăкăт, хур ашĕ-мĕнĕ илсе кплеççĕ. Кунтан хĕрен тетĕш-инкĕшсем çаплах илсе каяççĕ. — Вăл такмакпа çăкăр пухаканнисене уртмахçă теççĕ. N. Каччă енчен мăн-кĕрӳ, уртмахçă суйлаççĕ. Юрк. Уртмакçă теççĕ туйри халăхсенчен пĕр çынна. Вăл çурăмĕ çине сăран хутаç çакса çӳрет. Çав хутаç çине кашни килĕре, туй кĕнĕ çĕрте, «пӳлемĕк чӳклеме», тесе, çимĕçсем пуçтарать: хăпарту татăкĕсем, пӳремеçсем, кӳптермесем, икерчĕсем, шăртан татăкĕсам, типĕ ăш татăкĕсем, хур-кăвакал ашĕсем, чăкăтсем, çулă чăкăтсем, тата ытти япаласем.

Урттеми

личн. имя мужчины. Рысайк. || Имя мужч. из Урасай ăручĕ (в Свияжском у.). Н. И. Орл. Савтиерпе пĕр тăван? Урттеми салтака кайнă; салтакран ют патшалăха кучченеçе панă, тет.

урхалăх

орхалах, поперечник, чересоедельник. Чертг. Щ. С. N. Асатте, урхалăх хурса пар. Шор-к. Но, ман лаша анаталла чопма тапратрĕ. Пĕр орхалахпа ниçтан та чаримаçть. Б. Сунчел. Урхалахĕ майлă-и? Удобно ли затянут поперечник?

Орхамай

назв. киремети. Енеш-к. Пирĕн ял варĕнче пĕр пусăк киремет пор. Она Орхамай теççĕ.

урхамах

орхамах, отличная лошадь. СПВВ. КЕ. Урхамах питĕ лайăх лаша. СПВВ. ТМ. Урхамах — пит хитре, вăйлă, пысăк лашана урхамах теççĕ. Начар тихасене çитернĕ чух: ку пĕр, тĕнчере çук урхамах пулĕ-ха, теççĕ. . Урхамах. Пит лайăх лашана урхамах теççĕ. СПВВ. ЕС. Урхамах — пит лайăх, пысăк станлă лаша; тата кулса начар лашана та калаççĕ. Ст. Чек. Урхамах-лайăх пысăк лаша. Чертак. Э (носовое э̆), орхамах! выльăх çине çиленсен, калаççĕ (лошади). N. Урхамах — ырă ут. Сред. Юм. Ах тôр, он лаши ыр ôрхамах пик чупать. Ч. С. Хăй урхамах пек илемлĕ çӳретчĕ (лошадь). Ч. П. Икĕ тур урхамах. . Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă каçнă чух, тĕл пултăмăр урхамах: ури çĕре тивмест, пуçĕ пĕлте тивмест. (Такмак). Такмак. Çитмĕл çухрăм çеçен хир урлă килнĕ чуж, куртăмăр эпир çил-çунатлă урхамах: унăн пуçĕ пĕлĕте тимест, ури çĕре тимест, утни-юртни сисĕнмест: шыв пек юхат, çиль пек вĕçет. Сред. Юм. Ман туй килет шавласа ыр орхамах хĕрипе (чит. йĕррипе), ман туй килет шевлесе атте-анне ячĕпе. Байгул. Юмах юпа тăрăнче, хам урхăмах тăрăнче. (Написано по окончании сказки). N. Вăл тăвар юпана урхамах килсе çулать, тет. Ст. Шаймурз. Хĕр-арăм патша, ĕçсе çисен, урхамах çине утланать, тет те, тухса каять, тет. Панклеи. Тилĕ утланчĕ орхамах çине. — Тилĕ тос, ку лашана стан топпăрнах эс? тет (медведь). Альш. † Улпутсем урхамах кӳлеççĕ, ямшăкĕсем пăхса тăраççĕ. N. Урхамахесм урпа çийеççĕ, шăлĕсем шана (вар. шанасса) пĕлмеççĕ. Шел. 13. Урхамахсем хĕлĕпех утă-сĕлĕ çиеччĕç. || Паас. Урхамах — неприрученная горячая лошадь. См. Магн. 253. || Питушк. Урхамах — лотра лаша. || Юрк. Урхамах (особое животное). || Фигурки животных, сделаниые из теста и приносимые в жертву духам. Шибач. Орхамах — колач çăнăхĕнчен тăваççĕ, киреметсене мĕн тумашкăн. || IIряничный конек, бросаемый бедными в киреметь взамен лошади. Начерт. 126. См. Хорачка, 36 стр. || Орхамах — «безобразный». Шашкар. || «Болезнь лошади» (!). Çармăс (Буин. у.). Урхамах пулнă.

ур

, ор, (ур, ор), отделять, распределять; выбирать. Б. Олг., В. Олг. См. уяр, ояр. В. Олг. Пĕр çынăн икĕ улĕ полнă. Вăлсане ашшĕ урса парнă томне, окçине ялтах. Б. Олг. Ну, пере орчĕç тĕслĕ-тĕслĕ утлă çара, тĕслĕ-тĕслĕ пеххотта.

усак хăлхалă

вислоухий. Паас. К.-Кушки. Таяпанăн ачисем — усăк тута, чакăр куç. N. Пĕр поçĕ осăк тăрать. Один конец дежит наклонно. Собрн. Тути усăкрах. У него губы несколько отвисли. Шибач. Осăк, осăнса анать, пĕр аякки осăкрах. Яжутк. Усал аки усăк кут, чипер аки йăпăш кут.

усăн

свеситься. Сказка и пред. чув. 85. Усал хуйхă-суйхăран Нарспи пуçĕ усăнать. Букв. Хăмлисем алса пурнески пек усăна-усăна тăраççĕ. Якейк. Умуççи тораттисам паломмисене ятимасăр çĕре çитичченех осăнса аннă. Сборн. по медиц. Усăнса анакан хырăм пулсан, ăна çыхас юлать. Якейк. Кот осăннă сан, ача; мĕн поччĕ апла? (пуçа чиксе çӳрекен çынна калаççĕ). || Шляться, слоняться без дела. Ч. С. Пĕр ĕç ĕçлемесĕр, ял тăрăх йытă пек чупса усăнса çӳрет. Сирах IХ. Уллах çĕрсенче кăлăх усăнса ан çӳре. IЬ. ХХII. Çын патĕнчен çын патне усăнса çӳресе ирттересси начар пурăнăç вăл. Юрк. Хăватей, эсĕ мĕшĕн вĕренмесĕр кăлăхах усăнса çӳретĕн? Сред. Юм. Осăнса ларать çанта конĕпе. Сидит там без всякого дела весь день. || Потащиться (т. е. пойти). Орау. Тухса усăнчĕ (потащился) ĕнтĕ каллех таçта хăяматалла (о лентяе, который и идет лениво).

усмак хăлхалă

вислоухий (прилаг). Альш. Пирĕн пĕр усмак хăлхăллă йытă пурччĕ. IЬ. Ку çыннăн хăлхи усмак хăлхаллă йытă хăлхи пек. Сред. Юм. Õсмак холхаллă, с опущенными ушами.

усал

осал, злой, нехороший, недобрый; жестокий. Сенчук. Тăрăшран вăрăм йывăç çук, качакаран усал выльăх çук. БАБ. Усал сăмах калаçнине илтсен. Юрк. Усал çил-тăвăллă тăман-(буран?) тухать. . Усал пуян кутăн çын пулать. Орау. Пирĕн атте, хиличчен тырă вырман пек, кăçал аллине касать те касать. Мĕн тырă вырса пĕтеричченех Муççи Яккуне тарăхса прттерчĕ. Тур курашшĕ, таçта васкаса тухнă, халăх каланиие итлемесĕр! Вăл аллине каснă, ку каснă, теççĕ ялта, çав ахаль-и вăл? усал этеммех пăхать çав: (т. е. все дело зависит от негодного человека): ĕçĕ те ăнмасть, аллисене те касах тăраççĕ, тет. Сред. Юм. Õсал терипех ôсал (т. е. пит осал). . Õсал сăмах чĕрене тивет. Неприятное слово за сердце берет. Сказки и пред. чув. 80. Лаши вĕçсе пырупа пичĕ-куçĕ пит усал. Якейк. Çав çын осалли Йăван (этот негодяй Иван) çынтан колма пĕлет те... (здесь эллип-сис?). IЬ. Отмăл-торат осалли ыр аная сая яч; хĕр осалли Мари пор, ыр ачая сая ят. Календ. 1907. Пирĕн патшалăх пĕтĕм расхотин чĕрĕкне çар тытма ярать. Германия та вăл усал ĕçе нумай тăкать. Ал. цв. 6. Ниçта та пĕр усал кайăк кăшкăрни те, çĕлен шăхăрни те, тамана сасси тç, кайăксем юрлани те илтенмĕст. Пазухин. Пирĕн пуçри усал хуйхă еррипеле пĕтĕ-ха. Сюгал-Яуш. Кайран вара тепĕр кукăра карăмăр та, усал луткăпах хамăр енне каçса карăмăр. N. Халăх ĕçне усал çын малтан тухсан, теллей пулмасть. Орау. Çын çинчен усал ят ярас тесен, вĕсем тем туса тем калаçĕç (готовы все сделать и сказать). Изамб. Т. Ул хăй усал пулнă, тет. Унăн арăмĕ йăваш юлнă, тет. N. Пирĕн икĕ автан пур-чĕ: пĕри йăваш, тепĕри пит усалччĕ. Изамб. Т. Аçу-аннӳ сана: усал пул, тесе каламаççĕ, епле те пулсан çын майлă тăвасшăн тăрăшаççĕ. N. † Шорă сăхман ăма осал? — сак çине хорса каснăран. Тимер. Пире усалтан ан асăнăр. Не поминайте нас лихом. Янтик. Арçын-ача усалне хĕри-пăраç мĕн тăвас? См. хăп. Сĕт-к. † Пике арăма тор пăхтăр, осал та полин; хĕр полтăр, пилĕк ан кĕпи тăхăнтăр. || Злое существо, злой человек, негодяй. С. Дув. Пусса кĕмĕл ярăн-и, кĕмĕлĕме сая ярăп-и? чăн усала кайăп-и, чунма сая ярăп-и? Тогаево. Чуптар, пачче, лашуна, анатра хĕрсем, усалсем, юрпа пере юçларĕç. Юрк. Çав усалĕ (чертовка, жена) хĕтĕртнипе упăшки тата пушшĕ çĕкленсе çӳрет, куран. В. Буян. Курăкран усал куршанкă, йывăçран усал кăпчанкă (усал = усал курăк или усал йывăç). || Зло, вред. Истор. Александр усала астуса тăракан çын пулман, Новгородран хăйне çилентерсе янă пулсан та, вĕсене хăтарма каллах кайнă. Эльбарус. Пире осал тума пыракан çын калла çавăрна-çавăрна пăхса таратччĕ. Учите детей. Çапла ачасене хамăрах усала вăрентетпĕр. Хыпар № 6, 1906. Çилентерес марччĕ, анчах усалăн ури саккăр, теççĕ, вăл чĕрре кĕме таçтан та тупĕ. Собр. Усал каламасан, ырă çук, теççĕ. (Посл.). || Чорт; нечистый дух, нечистая сила. IЬ. Çĕрле чӳрече витĕр пăхсассăн, усал ерет, теççĕ. Ст. Ганьк. Çынăн, усалпа чирлесен, шăмшак сурать. М. Васильев. № 3,56. Ват тимĕрçе пĕр осал лаççа тохма тăратать. Собр. Пĕтнĕ милкене тула прахсассăн, усал юлать, теççĕ. IЬ. Пĕр-пĕр хĕр ача туса вĕлерсен те, усал пулать, теççĕ. IЬ. Çав ачаран пулна усал çынна ерсе ирлеттерсе вĕлерет, теççĕ. . Çынна ернĕ усал çын патне пынă чух е çын, е йытă, е кушак, е пыркка пулса пырать, теççĕ. IЬ. Е вăрманта, е уйра çĕтсе çӳресен (если заблудишься), усал ертсе çӳрет, теççĕ. КАХ. Усал аллине ан пар (моленье). Не дай во власть злого духа? Ст. Чек. Усал турăран хăватлă. Пролей-Каша. Усал вăрăннă (= çыпçăннă), пристал нечистый (напр., если к женщине летает вотăш). N. Манăн çӳлти усала аяла илсе çапмаллăх вăй пур (говорит один силач). N. Килчĕ пирĕн патра усал вăрăннă япала! (словно сумасшедший, от действия злого духа). Якейк. Осал ерсен, çын пĕтĕмпех типсе, хăрса каять. Если пристанет чорт, то человек высыхает как щепка. Собр. Пĕр-пĕр çĕрте усал хăвалама тытăнсассăн, е утă, е кирек мĕн пăрахса хăварсассăн, усал çавăнпа ерсе юлать, теççĕ. Панклен. Тури осал, анатри осал, в сказке — назван. двух духов, встречавшихся друг с другом ка берегу Волги. N. Турпас тăкнă вар пуç пĕр çухрăмра. Çав вар пуçĕнче усая (шуйттан) пурăнать, теççĕ. Ст. Айб. Кукăр хурăн кутĕнче усал пăхĕ выртать. (Чĕлĕм). N. Тата çав çырмарах ĕлĕк пĕр çын вилнĕ те, халĕ унта час-часах çынсем усал кураççĕ. Это можно понять двояко: 1) видят чертей, 2) подвергаются несчастным случайностям. || Несчастие, беда, бедствие. Иногда олицетворяется. Хĕвел, № 1. Эпир-çеç хамăр тăван вĕрентекенсенчен уйăрăлнă, пирĕн хушăран-çеç усал тухса кайнă. N. Хăй ăшĕнче шухăшласа пырать, тет: упанăн усалĕ те пур иккен, ырри те пур, тесе калать, тет. Альш. † Пирĕн пуçри усала тур сиртĕр. Собр. Касас çавăнтан, касас çурлăнтан, турă, усалла сир. (Моленье). || Дрянь, мерзость. Юрк. Эх, ку усала мĕшĕн-кăна ĕçрĕм-ши? Якейк. Çав осалпа çан чохлĕ вăхăт ирттертĕм полать! Стоило (мне) тратить время на такую дрянь! Синерь. Çав хĕрсем çав хуралçа усал ереки ĕçтерчĕç, тет те, хуралçи, ĕсĕрлсе, йăванса юлчĕ, тет. Якейк. Çав осалшăн (я за иего) онта ма пырап-ка. IЬ. Онашкал осал çынна (дряни) нумай корса ен. || Невзгода, бедствие. Шурăм-п. 10. Çакăн пек усала (засуху) курса, чăвашсем ялсенче халăх пухма тытăнаççĕ. Альш. Пулнă уçал хуллен-хуллен (мало-по-малу) асран каять. КАЯ. Эпĕр ырă куримаспăр пулĕ ĕнтĕ, усал çине-усал пулса пырать (несчастье за несчастьем). Собр. Çăкăр кăмакана тăрăхла çурăлсан, усал юлать, теççĕ. (Поверье). || Озорной. Юрк. Усалтараххисем, кто поозорнее. || Чорт (бранное выражеиие). Коракыш. Ăна пичĕш курнă та: санăн, усалăн, кунта килмелле-и? тесе, тĕкее кăларса янă. Рак. Çак пуртре пĕр усал. (Шăпăр). || Бранное выраженпе, отн. к детям или животным (напр., к лошади). Орау. Усал! мĕн хăтланать вăл! пăх-ха амĕш! Что он делает, негодяй! посмотри-ка, мать! (говорит матери ребенка). . Усал! Вунă пăта туртса çитеримар, тата шăмарайĕнçи тăвать! Сволочь! Десяти пудов не свезла (не довезла), а еще злится! (прижимает уши, хочет укусить). . Усал! шăмарать тата! (напр., о кобыле: сволочь! еще укусить хочет! || Пурга. Пухтел. Уcал тухса каймасан. Если не случится пурги. || Хлам. Земледелец. Нимĕçсем вăрманти мĕн пур усала шăлса, хире тăкаççĕ. || Плохо (наречие). Ст. Айб. Ах, инкеçĕм, инкеçĕм! Эпир усал пурăнни ят сарăлчĕ аякка. (Хĕр йĕрри). Тимĕрçен. † Йăмăка усал тытсассăн, пĕлĕпĕр эпир евчине.

усал укçа

наговоренные деньги. Изванк. Тетен пĕр-пĕр çын çиленсе çăмарта килсе пăрахнă пулĕ; тетен усал укçа пăрахнă пулĕ, вĕсене пурне те хуса кăларăр (т. е. нзведи подобную порчу). Собр. Тур кĕтессине усал укçа чиксессĕн, турă вырĕнчен сиксе ӳкет, теççĕ.

усал-хаяр

злые люди. Юрк. † Улача кĕпенĕн ултă куç (узор), мĕшĕн йĕретĕн хура куç? Пĕр ĕмĕтĕм пĕр куйланмăтăм, йĕретĕп усал-хаярăн сăмахĕпе. Пазух. † Атте-анне пур чухне усал-хаяр çĕнеймест. || Назв. духа.

усал хăвала

погонять злых духов. Собр. Пĕр-пĕр çĕрте усал хăвалама тытăнсассăн, е утă е кирек мĕн пăрахса хăварсассăн, усал çавăнпа, ерсе юлать, теççĕ.

осат

(озат), провожать. Шибач. См. ăсат. Чуратч. Ĕçтерсе çитерсен, пĕр лав çăнăх парса осатса ячĕç, тет.

усă

осă, польза. БАБ. Уссисене хăйсенне нихçан курайман. Проку от них никогда не увидишь. Трхбл. Халь выртсан та, усса пымас (на пользу не пойдет, пользы не будет). Хыпар № 40, 1906. Комиссияра ĕçлекен çынсем хăйсем мĕн пĕлнине Думана каласа яраççĕ те, çĕнĕ законсем кăларас е киввине улăштарас пулсан, вăл пит усса тăрать. IЬ. Вăл комиссиясене халăх уссине мар, халăх хуйхине тунă. Чăв. й. пур. Çынна пĕр усал тăвиччен пилĕк усă ту. БАБ. Пальницаран им-çам илсе тавранаттăмăр, тет те, усса пымаçчĕ, тет (не было в пользу). Альш. Мĕн усса пырать, тет, вăл? А на что, по их мнению, оно идет? (т. е. какая от него польза?). IЬ. Вăл пирс нимĕн усă та тумас ĕнтĕ. IЬ. Ывăл пулмарăм, хĕр пултăм, кураймарăр манăн уссăма (вы не видали от меня пользы). Освящ. чув. мон. Пĕр усса килмен чӳк. Совершенно бесполезное моленье. Ст. Чек. Усса янă. Рук. календ. Прокоп. Юн яни пит сайра усса килет. Кровопускание редко бывает полезным.

услам

количество масла, спахтанного за один раз. К.-Кушки. Ман ик услам сутлăх çу пур, çитес пасара (на будущем базаре) кайса сутас тетĕп. Курм. Инке килте полмасан, пĕр услам çу яратăмччĕ.

усра

держать, содержать; воспитывать; охранять; водить что-либо у себя (напр., скот и т. д.); беречь. Ч. С. Становой луçа (лося) çапла, çулçăсем çитере-çитере, пĕр-ик-виç эрне усранă та, кайран Пăвана илсе кайнă. К. С. Усрама сысна çури илсе ярас-ха. Надо вот купить (взять) на илемя поросенка, Чăв. й. пур. 31°. Карчăкĕ ĕлĕк тунă укçисене анчах Микулай аллине паман, хăй, аллинче усранă. N. Хам пыриччен, анчăк çури пулсан та, усраччăр, тенĕ. N. Эпир ăна çавах качча памасăр усрас çук. О землед. Çиме нумай пулсан, выльăха та пайтахрах усрама вăй çитет. Чув. календ. 1911. Лайăх пăхса усрамасан, выльăх ырханланать. С. Дуан. Савса сар хĕр усракан инке-арăмсăр юлакан. Бгтр. Пупăн хырăм выçрĕ, тет те, çăкăрне çисе ячĕ, тет; тарçи усрать, тет, çăкăрне (бережет, не ест).

усравкка кайĕкĕ

см. усравкка. Т. Григорьев. † Çĕр çитмĕл пĕр пĕрене кастартăм, витепеле кĕлет ларташшăн. Витепеле кĕлет хушшинче усравкка кайĕкĕ ӳстертĕм. Усравкка калĕкĕ мĕн ĕçет-çиет? Тулă пĕрчи хыпать, сĕтне сыпать. Пирĕн тăвансем мĕн ĕçет? Сахăрне хыпать те, чейне сыпать.

уçă кăмăллă

радушный. || Ал. цв. 18. Вăл халиччен çуралнăранпа та пĕр-пĕччен апат çимен пулсан та, сĕтел хушшине уçă-кăмăллăн (преспокойно) кĕрсе ларать.

уçа сасăлă

звонкоголосый. Альш. Пĕр-пĕр çинçе уçă сасăлă хĕр. Икково. Оçă сасла, имеющий ясный (не хриплый) голос. КС. Уçă саслă, имеющий звонкий, чистый голос.

уçăл

открыться, раскрыться, раствориться (о двери и пр.). К.-Кушки. Хапха уçăлса кайнипе пĕтĕм выльăх карташĕнчен тухса кайнă. Регули 429. Алăк оçăлнă. Алăк оçах тăрать. N. Кĕнеки çирĕммĕшĕнче уçăлса тăрать. Книга открыта на 20 странице. Орау. Ăна аяларах антарса тунă пулсан, янках уçăлакан пулаччĕ. Если бы ее (форточку) сделали ниже, то она отворялась бы настежь. Альш. † Ут кĕрейми хура вăрман, эпир кĕрсен, уçăлать. Малалла шанчăк пур, çул уçăлчĕ. Теперь есть надежда на будущее — дорога открыта, || Стать откровенным, словоохотливым. Беседа чув. 15. Вăл кăшт кулкала та пуçларĕ, çимĕç пахчисем, вăрмансем епле ӳстермелли çинчен кала-кала пама тытанчĕ; унтан тата ытла та уçăлса кайрĕ. || Просвещаться, развиваться. Хыпар № 30, 1906. Унтан чăвашла кĕнеке туха пуçларĕ. Вара чăвашсем те уçăлнăçемĕн уçăлса пычĕç; халĕ ĕнтĕ, паçăр каланă пек, вырăсран та уйрăм мар. Ст. Айб. Ялан çӳресен, чĕлхе уçăлать, теççĕ. (Послов.). Альш. Хулана кайса, уçăлса килчĕ. IЬ. Вĕренме кайсан, нумай уçăлчĕ. То же в Сред. Юм. || Просвежиться, прогуляться, освежиться. Чаду-к. Пĕрре çав патша майри, тата виçĕ ывăлĕ сата уçăлса çӳреме тухнă. Ядр. Паян айтăр уçăлса çӳреме, ачасем! О заступ. Ачам, тăр та çак çынсемпе йывăç пахчине уçăлса çӳреме тух. Яныши. Пĕр йытă, оя уçăлма тухсан, пĕр кашкăра тĕл пулчĕ, тет. Ст. Чек. Кăшт, кайса, уçăлас-ха (то же, что тула каяс, desidere). Курм. Эсĕ шăва кĕр, кайса, луччĕ уçăлăн. Шибач. Ста каятăн, ачам? тет. — Мĕн, тет, мочи, ста каясси, тет, — тохрăм, тет, оçăлмалла, тет. Якейк. Кĕт, кайса, уçăлса килем. . Уçăлма тохрăм. IЬ. Кĕт тохса уçăлтăм (= просвежился). . Вăсам вăрмана уçăлса çӳреме карĕç. || Поправнться, оклематься. Скотолеч. 5. Хăш чухне лаша выртса кансанах уçăлать. IЬ. Iă. Сивĕ чиртен уçăлсан, лаша нумайччен ӳсĕрет. || Поправляться (в материльном смысле). Тюрл. Ачисем полăшаççĕ, уçла (= уçăла) пуçларĕ çын (поправляться). || Почувствовать отраду, обрадоваться. N. Иван сăмахĕсене илтсессĕн, Лисахвийĕн чунĕ пит уçăлса кайнă. Бюрганы. † Хуйхăрса та тилмĕрсе эпĕ лараттăм, манăн чунăм уçăлчĕ çак юрăпа. || Приводить к определенным результатам. НТЧ. Вара ывăлĕ-мĕн чирлĕ пулсан, амăшĕ-и, ашшĕ-и, пĕр вун-çичĕ пус укçă илет те: юмăç лайăх уçăлтăр, тесе, турра сăх-сăхса, юмăçа тухса каять. Анчах ун пек кун пек япала çинчен çынна каласа нама юрамас, тет: лешне, вĕрелнине, хĕн килет тет. Вĕрекене те аван мар, тет: ĕçĕ уçăлмас, тет. Хорачка. Халап оçăлмасăр епле каяс? Как ехать, раз переговоры еще не кончены? Ч. С. Аннемсем: чухăсем ларсан, юмăç уçăлмасть, теççĕ (гадание не дает результатов). || Понемногу расходиться (разминаться), взять ход. N. Хуллен кайсан, лаша уçăлнăçем уçăлса пырат; çула тухсанах, трук хăвалас пулмасть лашана — пӳлĕнет. Орау. Пĕр уçăлсан, каякан вăл ĕç. Лиха беда — начало (только бы начать, а там дело пойдет). КС. Ĕç уçăлмасть. Дело не идет вперед. || Открываться, становиться ясным, выясняться. СЧЧ. Ку хĕр юмăç çемесенчен пилĕк пуслăх укçа ыйтса илчĕ те, укçа çине пăхса, каларĕ: веç усăлать (уçăлать?), авă унта шыв курăнать, вăл шыв сирĕн акăра шыв тытнине пĕлтерет. Ку ача сирĕн, Сĕнче хĕрринче çӳренĕ чухне, шывран пит хăранă; сирĕн çав шыва мимĕр парас пулать, атту ачăр чĕрĕлеймĕ, терĕ. Б. Олг. Халь, ирлесе, хак оçăлман та, пĕлмелле мар-ха. Теперь, поутру, цена еще не выяснилась, и (ничего) нельзя узнать. || Снова стать чистою (о воде). Çанта, арман ненче, кôрăс хотнă та, кôнта çитиччеи уçăлать поль. || Выздороветь. Могонин. Вăл таçти аптека та çитнĕ, ăста çынсем патне те çитнĕ — ништа та уçăлиман (узы̆λиыман). || Получить способность функционировать. N. Чăвашсем, хăлхасăррисем, чан айне кĕрсе лараççĕ, унпа хăлха уçăлать, теççĕ. БАБ. Пĕр икĕ эрнерен тепĕр юмăç карчăка тӳрлеттертĕмĕр, тет [пригласили лечить, говорят мои родители] те, хай çичĕ çулччен çыхланса тăнă чĕлхем уçăлчĕ, тет. || Вскрыться. Мăн шывсем усăлсан, но вскрытии рек. || Освободиться от чего-либо. Ядр. Кайран, ыйхăран уçăлсан, тумланса, урана çине улăхса ларса, тырă вырма кайрăмăр. || Стать вольготным. N. Ваттисен ĕç пĕтрĕ (они уже пропели свое), çамрăккисен уçăлчĕ: вĕсем те, ваттисене кура, урăхла юрăсем кăшкăрса юрла пуçларĕç.

уçăш

ключ. N. Ватă хуçанăн чул лапка. Самокин уçăшне çамăрк хуçи хăй аллине илнĕ те, ярмăнккана тавар патне тухса кайнă вара. N. Çав тимĕрте пĕр пусăк самук уçăшĕ пур, çана вĕçертсе илсессĕн, вут тухать вара, тенĕ.

уçă

(уз'ы), кисть руки. В. Олг., Пшкрт., Сохрон-й. См. ывăç, ывçă, уç. Ярьуньк. Палламан, çакна илтсен, пĕр мăн çĕклем турпас илчĕ, тет те, çул тăрăх пăрахса карĕ, тет; леш яш ача пĕр уçă пăрахса кайнă, тет.

уçла

то же, что ывăçла, брать горстью. Пшкрт., В. Олг. Сĕт-к. Шĕл-кăвара (пылающие угли) алăпа уçласа илимĕн. Тораево. Иванĕ курнă та, шухăшланă: ку çӳç те (волосы старухи) кирлĕ пулĕ-çке. Пĕр ывçă уçласа илнĕ те, татса илнĕ.

уçлам-çу

сливачное масло. Якейк. Услам çу — уран уçланă чохне полакан çу. || Количество масла (с фунт), получающееся с одного пахтанья. Ходар. Шăти варне (чит. пăтти варне) пĕр уçлам-çу çу хураççĕ.

уçлам çăвĕ

сливочное масло. КАХ. Тата хуранĕ çине пĕр пуçламан уçлам çăвĕ хураççĕ. (Карта пăтти).

уçланкă

(ос'лангы̆, ус'лангы̆, ус'лангы̆), полянка, поляна. СПВВ. МА. Уçланка, пыллах, ĕшне. N. Вăрмана çитсенех, пĕр уçланкăна урăх ял вăрманне кĕрсе карăмăр. Сред. Юм. Уçланкă тесе, вăрмансенче йывăç хушшисенчен уçă курнакан вырăна калаççĕ. Шабач. Сĕм (сӧ̆м), сĕм, сĕм вăрман, сĕм вăрманта оçланкă; оçланкăра текерлĕ, текерлĕ çури хĕп-хĕрлĕ. Сказки и пред. Чув. 22. Тавлă çĕр уййи вăрманта уçланкă пек курăнать. || Прогалина в лесу, где деревья очень редки (поляна здесь наз. çарата). Старак. || Свободное место среди деревни, где посредине стоит церковь. Альш. || Уçланкăрах çĕрте, на более или менее откытом месте (в лесу). Альш.

уçланка-ĕшне

поляна? Шел., 28. Пырса тухать çап-çутă пĕр уçланкă ĕшнене.

уçмине

мера в 4 четверика? Альш. Пĕр уçмине навус туянтарчĕ. Белая Гора. † Ултă уçмине пан (scr. панă) улми сире халал пултăр-и; çинçе пулĕ сарă хĕре пире халал тусамăр.

уçмухха

восьмая часть, 1/8 фунта, 1/8 загона. Орау. Пĕр уçмухха тапак илсе кил-ха. IЬ. Вутланти уçмухха çинче кăçал тыр аван пулчĕ.

ут

лошадь (у низовых обыкн. только в поазии). Букв. Курнă ута ан хапсăн. Не зарься на ту лошадь, которую ты увидишь. (Посл.). Пшкрт. Ут, лошадь. Альш. Ут мар. Регули 1125. Ут омĕ сарлака. Альш. Çеçен хирĕн варринче çич-çунатлă ут пур, тет. Йĕвен илсе кайса, тыт. (Хĕр йĕрри). К.-Кушки. Кушкă ялĕ аслă ял, пĕчĕкçĕ пĕвĕм шăнăçмарĕ, Таяпа ялĕ кĕçĕн ял, ут пек пĕвĕм шăнăçрĕ. Б. Ута пăхакан çуран çӳремен, ватта пăхакан выçă çӳремен, теççĕ ваттисем. Ст. Айб. Кĕçĕн-кăна çырма кĕмĕл кĕпер, тилхепине ан та турт, ут сиктер. Б. Хирлепы. Çакă туя киличчен, утсам натне каяс-мĕн, пĕр хĕр чĕччи тытас-мĕн. Регули. 303. Утсам оя ярса килтĕм. . Утсам яма каятăп; ярсан, килеп. Якейк. Йори калаçрăм хора хĕрне утсам панче (на ночевом) çăвăрма. Сĕт-к. Утсам панчи ачасам. IЬ. Утсам панче эп çĕрĕ-çĕрĕпех çурмасттăмччĕ (не спал). IЬ. Утсампа кай — ездить на кормежку лошадей. IЬ. Пĕчĕкрех чохне эп утсампа кайма пит юрататтăмччĕ. N. † Хура вăрман хыçне капкăн хутăм, хура утшăн марччĕ, тилĕшĕн. Никат. Утне çĕниман туртине. (Пословица). Обыкновенно формулируется: утне çитмен — туртине. N. Ыр ут полас тьыхаран паллă, ыр çын полас ачаран паллă. СПВВ. ЛИ. Ут — лаша. Регули 1322. Утра та пор, этемре те пор лайăх. IЬ. Авал ут аш (конину) çиса. Б. Олг. Кĕртĕмĕр, ута тăратрăмар; ут туартăмăр, кĕртĕмĕр Хӳетĕр патне. Б. 13. Ут тăвать те, вăкăр çийет. (Послов.). СТИК. Утсем валли çăлма каяп-ха (траву для лошадей).

ут-валли

свеже-скошенная трава, которую дают в корм лошади или берут в дорогу, а иногда н сушат на сепо. Ее косят в небольшом количестве. Ст. Чек. Ут-валли, 1) сено, скошенное не во время общего сенокоса, 2) посынка. КС. Лаша аначлех ут-валли çултăм. Я накосил для лошади травы. (Лучше сказать лаша валли ут-валли çултăм). N. Ут-валли çулса килтĕм. Ст. Чек. Ментӳç ут-вăлли çулма кайнă. || Посыпка. О сохр. здор. Çавăнпа ăна пирĕн нихçан та çиес пулмасть, пĕр выльăх-чĕрлĕхе анчах ут-валли сапса парас пулать. || Ут-валли, мука, овес, отруби для по-сыпки? Уганд.

ут-виттĕн

во весь опор. Альш. Лашана хытă хăвалать. Ут-виттĕн пырать, теççĕ, лашана пынă таран хытă чуптарсан. И.П.Т. Малтан, сĕрене пуçласа, килĕрен-килле çӳре пуçлаччен пĕр-пĕрин патне ут-виттĕн чуптарса кĕрсе, чĕнсе çӳреççĕ.

утлă

имеющий лошадь; конный, сидящий верхом. К.-Кушки. Вăл çуран мар, утлă, киле час çитĕ (приедет). Тораево. Пĕр çулпа утлă çын пырать, тет; ăна пĕр шăши хирĕç пулчĕ, тет те: мана ларт, мучи, тесе калать, тет. Орау. Ни утлă, ни çуран; тухма-кĕме çук ĕнтĕ халь, çул пăсăлчĕ пĕтĕмпех. Ст. Чек. Ни утлă, ни çуранлă. Дело не вышло (дело не ладится нигде).

ут пуçĕ

голова лошади. || Кто правит лошадью. || Орау. Ут пуçĕнче çӳрекен пулчĕ-ха. Ребенок уже может править лошадью. N. Малти лаши çине, ут пуçне, пĕр çамрăк çын утланса ларать.

ут туртăмми

количество клади, которое может свезти лошадь. Чăвашсем 33. Пил тăвăр пире, хĕнне-асапне ан парăр, ак сире пĕрре татса пăрахни пĕр ут туртăми пултăр. (Обращение к покойникам во время «вилесене хывни»).

ут-торттăш

(-тты̆ш), то же, что ут туртăмми. Якейк. Вăрмантан пĕр ут-торттăш шанкă тяса (= тиесе) килтĕм.

ут хӳри

конский хвост, хвост лошади. Волосы из хвоста лошади. Якейк. Паян ут хӳри касса сотрăм. IЬ. Ăрамра пĕр уçă ут хӳри тонрăм. IЬ. Ут хӳринчен пушă вĕç яврăм. IЬ. «Лаша хӳри» тесе каламаççĕ. Ут хӳри тĕвĕлерĕм. || Rumex hydrolapathum Huds., кобыляк. Iнненк. Чебокс. Ут-хӳри, конёвий щавель. Ягудар. Ӳт хӳри — щавель (вероятно, конёвий). Шибач. Ут хӳри кĕпçеллĕ. См. ут кăшкарĕ, анат-кас-ути.

утас

шаг. Хирь-бось. Эп виç утас сарлакăшне сиксе каçатăп. IЬ. Контан çав пӳрт патне алă утас полĕ. IЬ. Çак çаран çинче кашнă утасрах кăткă тĕмми. Чуратч. Унччен те пулмарĕ, пĕр çын, хамран пĕр пилĕк утасра анчах: тытрăм вĕт сана! тесе кăçкăрса ячĕ. IЬ. Манăн хыçра, пĕр виç утасран, Карачăм тăрать. Орау. Виççĕ çапаканни виçĕ утас парать (при игре в лапту: отходит от черты — çыра — на три шага).

уткала

прохаживаться, орогуливаться, вышагивать; итти шагом. Илебар. † Улăхрăм-кайрăм ту çине, ярăнтăм-антăм (спустился) улăх варне çӳрерĕм-çӳрерĕм уткаласа. Тип-Сир. Ĕлĕк пĕр вырăспă майра уя уткаласа çӳреме тухнă. НАК. Эпĕ вăрмана хамăр ял çулĕне кĕрсе кайрăм та, уткаласа пыратăп (иду себе); йытă умраи чупса пырать. Ст. Яхă-к. Çынсем чиркӳрен кило тавăрăнса пĕтсессĕн, икерчсем çикелесессĕн, ăçта урама тухса, уткаласа çӳрекелеççĕ. Яндобы. Çав вăхăтра упа уткаласа çӳреме тухнă тет.

утма çул

отма çол, трошшка. СПВВ. ТА. Утма-çул = сукмак. Вомбу-к. Отма-çол (сукмак). Бгтр. Пĕр отма çол вăрманалла кĕрсе каять, тет. IЬ. † Эпир каяс çул çинче яри-тавра кăвак çеçке, вăта çĕрипе утма çул. О заступл. 11. Макăрсан-макăрсан, пĕр утма-çул çине тухнă. Ун пек çула хăш çĕрте сукмак теççĕ.

утăн

(уды̆н), отброситься, полететь, кинуться, откинуться. Собр. Унтан вара патша виçĕ хутчен утăнса, яванса кая пачĕ, тет. Ч. С. Çĕр тĕтренипеле эпир пĕр-пĕринчен пĕрер чалăш пулĕ утăна-утăна кайнă пулĕ. Б. Яныши. Молкат, хăранипе пулă пек утăнса, кашкăрсам патне тавăрăнчĕ, тет. Сред. Юм. Утăнтĕ, кинулся. . Утăнап, кидаюсь. || Бежать, побежать, убегать. Сред. Юм. Утăн, беги. IЬ. Эсир сисмен хутран тохса утăнчĕ ôлă. || Шляться. Пшкрт. Ста jал т̚ы̆ры̆к уды̆нза с̚öрäдэ̆н? Где ты шляешься по деревне?

уткăн

(-кы̆н,), лететь (бежать) вихрем; отброситься; наброситься. Ч. И. Ыр ут пырать уткăнса (летит вихрем) КС. Уткăн — сильно побежать, сильно качнуться на качелях, отброситься далеко. Орау. Йытти пĕре уткăнчĕ те (рванулась), сăнчăрне татах карĕ; сăнчăрĕ пĕтнĕскер пулнă пулмалла. Шибач. Уткăнса каять (хытă каять). N. Вулккан çăварĕнчен уткăнса тухнă кĕл (пепел), çĕртен вăтăр çухрăм çӳле кайса, пĕр авăка юпа пек курăнса тăнă. Шурăм-п. № 14. Икĕ ача уткăнаççĕ анчах (т. е. чуччу çинче ярнаççĕ).

ут-тĕкĕл

то же, что ут-тĕкел. Сред. Юм. Ывăçа япала тытса пĕр-пĕрне: ут-тĕкĕл? тесе ыйтаççĕ; ывăçри япала мăшăрлă пôлсан, тепри: утă, тесен, утă текенни ывăçра мĕн чул япала пур, çавăн чул тӳллет; пĕлсессĕн, ывăçри япалана хăй илет.

ут çуни

сани для возки сена; воз с сеном. Собр. Атăл урлă лăпсăр-лапсăр упа каçать. (Ут çуни). Сред. Юм. Ут çôни, 1) сани, на которых возят сено и солому; З) воз с сеном. IЬ. Веç пĕр-ут çони килет, пирĕн пичче мар, тем, çав.

утама

тоже, что вут ама? N. Юмăçсем ачапа ак çапла каласа тĕтĕреççĕ. Ырă утама вĕр-кăлар. Эпĕ вĕрместĕп, эпĕ сурмастăп; Атăл йĕрĕнчен килнĕ, тет. Сăр йĕрĕнчен килнĕ, тет. Кутĕнче пĕр тĕк, тет, çăварĕнче пĕр шал, тет; çав вĕрет, çав сурать. Квак куç, тух! хăмăр куç, тух! хура куç, тух! еtс. (Слова этого заклинания, повидимому, сильно искажены).

утар

отар (удар, одар), пасека, пчельник. Беседа чув. 15. Çунман пулсан, унăн халĕ ĕнтĕ, вăл шухăшланипе, пĕр утар пыл хурчĕ пулмаллаччĕ. Сред. Юм. Õтар, тесе, хôрт лартса осракан пĕчик вăрмана калаççĕ. Отартан пыл илсе тавăрннă чôхне, хирĕç пôлакансене пôрне те пыл параççĕ; хирĕç пôлакана пыл памасан, хорт ăнмас, теççĕ. Бугульм. † Тури урам касси утар пек, кассинчи ваттисем тутар пек. Хыпар № 28, 1906. Ку çырма çинче утар пулнă пулĕ, çавăнпа ăна «Хурт çырми» тесе каланă пулĕ, терĕм. СПВВ. ПМ. Утар — хурт пахчи. Ч. П. Пушăт çукки вăрманта, вăрман çукки утарта. || Хутор. Хурамал. Пĕр çын, çуртне хире куçарса, çавăнта пурăнсан, ăна: утарпа пурăнать, теççĕ. Ягудары. Отар — вырăн йышăннă тени пулать. || Табун. Начерт. 122. Утар — Отары, назв. дер. Тойсинской в. Ядр. у. (там прежде был пчельник; Хир-Пуçĕнчен куçнă вĕсем). || Отар — назв. дер. Чебокс. у.

Утерин

назв. киремети. Ч. С. Пирĕн ял хыçăнче, çырмара, пĕр Утерин ятлă киремет пур.

утă чӳкĕ

утă чӳк, моленье перед сенокосом. Н. Седяк. Утă чӳкне валли ялпалан пĕр пысăк вăкăр сутăн илеççĕ. Утă чӳк кăш вăхăтра пулассине пурте пĕлсе тăраççĕ. Утă чӳкне ĕлĕкренпех хирте пĕр вырăнта тăваççĕ. Кашни çул ял çыннисем пĕр-пĕрин хыçĕнчен черетпе така илсе каяççĕ. Кашни килĕрен унта çăнăх-кĕрпе илсе пыраççĕ; хăшĕ кăвакал, хур чĕппи илсе пыраççĕ. Çак япаласене пурне те хире илсе кайса, унта пусса пĕçерсе, чӳклесе çиеççĕ. Чӳклесен, вăкăр ашне çынсене валеççе çитереççĕ. Чӳк тăвассине пĕр ватă çын тăвать. Утă чӳк тăвакан çĕрте халăх питĕ нумай пулать, пасар пек. Çак чӳке тусан, утă çулма юрать, унччен çултармаççĕ. Тепĕр кун икĕ-виçĕ старик, тепĕр çĕре кайса, урăх йĕрĕх чӳк тăваççĕ. Утă чӳкне çур аки пĕтсен тăваççĕ. Çур-аки пĕтсен, пĕр эрне çĕр чанма хушмаççĕ; çак çĕр чавма юраман вăхăта «çинçе» теççĕ. Çинçе вăхăтĕнче килте пурăнаççĕ, утă чӳкне те çак вăхăтра тăваççĕ.

отă

утă (оды, уды), остров. Щ. С. Утă, остров. Сред. Юм. Тинĕс уттинче, на морском острове. Жит. св. Апрель. Пиртен чилай аякра, çур-çĕр енче, Архангельск кĕпĕрнинче, Шурă тинĕсĕн пушă утти çинче. Сред. Юм. Лашасĕие кĕр-кôнне йăлăма утта ятăмăр та, киле илсе тавăрăннă чôх тытса чармалла мар: самăрăлса капнă та, пĕрех-май тăрăх чĕвен сикеççĕ. || Роща среди поля. Пшкрт. Мы̆н оды̆ра мы̆н шэ̆шкэ̆, мыри ларат шоп-шоры̆. IЬ. Оj вариынџä шэ̆шк оττиы. Среди поля ореховая роща. Дик. леб. 34. Уттипе ларакан çав чăтлăх ăшне нихăçан та, хĕвел çути ӳкмен. Шибач. Ота (или вĕтлех) — кусты. Вомбу-к. Отă (вĕт вăрман). || Луговина; лощина, местность. М. Н. Петров. Ч. С Пирĕн ялăн, сĕрен пулсан, çавă Була (чит. Пăла) уттинче ут яратчĕçĕ, тет. || Отă (ады̆), назв. поля, на север от с. Иккова, Чебокс. у. || Именево. Утти (т. е. утă+афф. 3-го л.) — утă çулмашкăн тасатнă çĕр. Встречается в сложекии: Ваççа утти', назв. чищобы. || В след. текст утти попало по ошибке. Ходар. Атăл урлă, тинĕс урлă шур сухал старик утти килнĕ, тет, çак Çумкка çинчен куç ӳкнисене кăларма. Тфу! (Заклинание от сглаза во время оспы — шатра). || Участочек, островок. ЙОН. Уттăн-уттăн (островками) хăла-çырли; пĕр çырлине анчах çырăм, çуратнă çĕр-шуран уйăрлтăм. Янш.-Норв. † Утăн-утăн ут-кăшкар утăн ури айĕнче. Сорч-Вар. Отăн, отăп çĕр çырли, пĕр çырлине татрăм-хыпрăм, çĕр-шуран уйăрăлтăм. КС. Хăш çерем çинче утти-уттипе (как бы островками) карта кăмпи пит нумай юлать. IЬ. Хăш вăрманта утти-уттине пушăтлăх кантăр пек ларать. В ином лесу молодая липовая поросль, годная на лыки, растет густо, как конопель, (целыми) островками. IЬ. Çаран çинче уттăн-уттăн (местами) пĕтĕмпех лаша-кăшкарĕ (конёвий щавель). || Долина(?). Рекеев. «Важно бы выяснить слово ут или утă — долина. От этого слова происходят чувашские «Атăл утти, типĕс утти». Интересно то, почему речную долину чуваши назвали ут или утă. Не потому-ли, что в старину чуваши расселялись по долинам рек и по ним же ходили (утнă) искать удобные места для селения? А может быть, Атăл утти значит весеннее шествие (течение) реки Волги, также и место весеннего течения других рек, или место разлива реки?»

Утлаш

личн. имя мужч.(?), родившегося во вторник. Чист. Вăл ача ятне кун ячĕпе шыраса тупаççĕ: кун мĕн ятли пулать, ăна та çавăн майлăрах хураççĕ. Çапла пĕр кун ятне илер-ха: эрне-кун хĕр пулсан, Эрнепи ятлă хураççĕ; ытлари-кун пулсан, Утлаш ятлă хураççĕ.

утма

две ленты при хĕрес кантăри, не одного цвета, висящие вдоль спины (иначе — хăю). Абаш. Юрк. † Сарă пурçăн утмине пĕре çыхма пĕр тенкĕ. IЬ. † Сарă вăрăм утмине лаша çине ятăмăр... IЬ. † Хура кĕске утмине ут хӳриие çыхрăмăр. Пазухин. Сара вăрăм утмине лаша çине ятăмăр.

утнаккăлан

отнаккăлан (отнаккы̆лан, где т произн. средне между т и д), поправляться (о здоровьи). Якейк. Отнаккăланма тапратнă-ха. К.-Кушки. Хале утнаккă ĕнтĕ, утнаккăлана пуçларĕ. Теперь (больной) стал поправляться. Чăв. й. п. Хай арăм, пĕр-икĕ эрне выртсан, пăртак утнаккăланнă.

учук

жертвоприношение, сопровождаемое общественным молением. Макка 235. Тата çăва тухсассăн, ака пĕтсен, учук тăваççĕ. Учук кунĕ вĕсен уяв пуçланать, учука вĕсем ак çапла тăваççĕ: ялпа пĕрле çынсанчен ят тăрăх укçа илеççĕ те, çав укçапа вара пĕр тьыха или лаша илмеççĕ. Унтан тата пăрусам, сурăхсам илеççĕ, унтан кашнн çуртран е хур е кăвакал илсе пыраççĕ, унтан вара яшкапа пăтă пĕçерсе, ялĕпе пĕрле пайласа, çияççĕ. N. Çимĕк вăхăтĕнче пĕтĕм халăхпа чӳк тăвакан кĕлĕ, ăна учук теççĕ. Тюрл. Учук — полевое моление после сева (перед Петровками). Сиктерма. Тăваттăмăш хурана: учук панчи выляеа пыракан кĕлĕ амăшĕ, тесе, çаплах асăнаççĕ. IЬ. Виççĕмĕш хурана: учук патĕнчи иртсе пыракан кĕлĕ амăшĕ, тесе, асăнаççĕ. IЬ. Учук панчи аслă ырă амăшĕ, хура халăхна, акнă çичĕ тĕслĕ тырă-пулăпа, асăнать, витĕнет; чӳ... к... çырлах. ЧС. Учук тăвман çулах пулчĕ те ку пире, çавăншăн пулчĕ пулĕ çав (пожар). || То же слово встречается в значении назв. урочищ., напр. Учук — мольбище (чӳк вырăнĕ) около д. Егоркиной, Егорк. вол. Чист. у. Также — назв. уроч. около д. Белая Гора, Бегуч. в. Петровского у. (варта — в овраге). || Прозвище человека. Яктик. Учук — фамилия мужчины. См. Магн. 25, Стюх. чув. 20.

ух

ох (ух, ох), подниматься, осм. аҕ. См. Улăх. Тюрл. Ох — подниматься. СПВВ. К.М. Ухас = хăпарас. Ильмень-к. Шывран тухсан, эпир кайăк çонаттине шăлса типĕтрĕмĕр те, вармана охса ятăмăр. Сред. Юм. Хĕвел йывăç çӳллĕш охнă. Так выражаются, если в двухстах шагах находится дерево и солнце поднимаетса на высоту этого дерева. N. Пĕлĕт çине, р çӳле ухрăм шухăпша (поднялся в мечтах). Цив. † Ухрăм çӳлĕ ту çине, хура çĕлен тĕл пултăм. Собр. † Хăта тытми шуç тытма, пĕр тытмасăр ухрăмăр. Шурăм-п. № 26. Путмар çине ухса выртса. Сред. Юм. Охăрах хăвăр, мансăр пуçнех. Влезайте сами, без меня. Абыз. Çак стаккан тулса ухсан (наполнится до верха), эс вара тихана кăларса яр.

ух

читать мусульм. молитвы. См. шилĕк пăтти. Шалĕк пăтти. Пурте çырма пуçне кайса, йĕркерен ларса тухнă та, ухма тытăннă. Ăна тутартан пуçне урăх çынна ухма юраман, çавăнпа вара пĕр тутар ухнă... Унтан, ухса пĕтерсен, çав ухакан тутара пурте пĕрер çăмарта панă. (Из рук. Дионисия Ɵ. Тимофеева, от 21 дек. 1910). Альш. Тутарсем миçĕте ухма кайрĕç. Татары пошли в мечеть читать намаз. См. ухтар.

Ухинкке

назв. селения. Хыпар № 4, 1906. Тимепи вулăсĕнче пĕр Ухинкке ятлă чăваш ялĕ пур.

уху

ошибка вм. ух, стрела? Именево (Чуратч. в., Цив. у.). Вот эп сире вĕрентем. Оя тохăр та, ухусем ярăр; кам топать, çав сирĕн маткусам полччăр. IЬ. Холен пӳрт патне пычĕ те, пхать: пĕр ват карчăк ухуне тытса трать.

охох

(оhох), восклицание, выражающее удивление, связанное с недоверием к тому, что человек выполнит предполагаемое действие. С. Охох! ытла час тăватăн эс: он чол тырра пĕр конта вырса пĕтересшĕн! См. ох-ох.

ухăла

стрелять из лука. N. Вĕсем иккĕшĕ те ухă пеме пит ăста пулнă та, вара лешсене ухăпа ухăлаччĕç тет пĕр «Çӳл-ту» ятлă ту çинчен. || Обивать палкой (кострику). СТИК. Сӳсĕн хухине патакпа шаккаса тăкнине «ухăлас», теççĕ. Орау. Тытрĕ те, туяпа пĕре ухăларĕ-илчĕ.

ухлем

то же, что ухлĕм, назв. растения. Является ли эти начертание правильным, или буква «е» поставлена здесь по ошибке — я доискаться не мог. Альш. † Аслă улăх тăрăх çӳрес мар: ухлем тĕпĕссне хăртас мар. Синьял. Покр. в. † Аслă улăхра утă турăм, ухлем кутне çĕртмерĕм. К.-Шемяк. Ухлем (ухл'эм). Пĕр туналă курăк, чиксĕр çемçе, утсем пит юратса çиеççĕ. Чечеке лармасть.

ухмах

охмах, глупый; дурак. Юрк. Ухмах япала, кам валли унта ывăтатăн? пĕр-пĕр начар пурăнакан тăнанашăн пулĕ! Хăй умĕнче исправник тăнипе курсан, тĕлĕнсе, ун çине ухмах пек пăхса тăрать. . Ухмах япала! Сирĕн манран ыйтас пулаччĕ, эпĕ сире аш та панă путăттăм, тет хуçи: куратăн туша (тушу овцы) хӳме урлă ывăтса каçараймастăп. Т. М. Матв. Тĕллĕ, тĕллĕ тĕл ухмах, тĕлне пĕмен хăй ухмах. Б. 13. Ухмах хурапа шурра палламан. (Послов.). Никит. † Вĕтрен ухмах, хăй ухмах, карта çӳлли хăй ӳсет. IЬ. † Макçăм — ухмах, хай ухмах, четвĕрт эрех хăй илет. Улюн ухмах, хăй ухмах, куршак сăра хăй лартать. Хир-пось. Çакна ман пек ухмах çын та пĕлмелле. На что я дурак, и то это пойму. С. И. Ухмахăн курăнса çӳре. N. Пурте калаççĕ: ухмахăн пĕр ăç, теççĕ. Собр. Ухмах кутне тукмак кĕнĕ. (Послов.). Актай. Пĕр ухмаха пиллĕкĕн туртса кăларăн. (Шăма т...ак кăларни). Коракыш. Эсĕ ухмах пулнă (сглупил), санăн: çантăлăк усал, тесе, калас пулатьчĕ. || Глупость. N. Хам охмах пирки (хам охмах тăрăх) çапла полтăм еп. Это случилось (сталось) со мною из-аа моей собственной глупостп. || Иногда употр. в качестве присловья, для выражения изумления, соединенного с испугом. И. П. Т. Епле ăна кларас, кам пырса тытасси пур-ха? Унăн чунĕ те масар çинчех те, тем ухмах, пырса тытакана çавăнтах пăвса вĕлерĕ! (Питĕркке шăтăкĕ). Сред. Юм. Эпир ôлăха антăмăр та, ах тор, пире хăваларĕç (гнались) çав, охмах! (ă выговаривается протяжно). IЬ. «Õхмах» показывает испуг и в то же время удивление. Изамб. Т. Ул инçе çулта тем курăн, ухмах. СТИК. Ухмах. Вăт ухмах, çавăнта карăм та, чут шаккаса пăрахаччĕç; ухмах... çавăнтах пуçтарса хурĕç. (Ухмах здесь значения не имеет, употр. как присловье).

ухсах

охсах, безногий, хромой. Чăв. орф. сл. Ухсах. Иванова (Арх.-Янтик. в. Цив. у.). Ямшăкăн пĕр лаши ухсах пулнă васкаса чуптарнипе. N. Ку, охсахскер, лăкăштатса карĕ, тет.

уша юпи

, оша юпи, Н. Карм. Уша юпи-столб около печи. Тюрл. Уша юпи — доска у печи. Шел. 22. Уша юпи çумĕнче çуначчĕçĕ çуртисем. И. С. Степ. Уша пуççи, уша юпи. N. Тата сентĕре юпи çумне ăрасна пĕр çурта çутаççĕ, вăл çуртана «кил çурти» теççĕ, ăна: килĕм-çуртăм, вутăм-кăварăм, выльăхăм-чĕрлĕхĕм лайăх тăтăр; çула тухсан, çула савăнтар, киле килсен киле савăнтар, тесе, лартаççĕ, ăна: кил пуçне лартатпăр, тесе, лартаççĕ («кил-пуç» нечто в роде «хĕрт-сурт», в роде ангела дома), сентĕре юпине «уша юпа» теççĕ. БАБ. Вăлсем (колдуньи) вара, мана вĕрентес тесе (колдовству), мунчана илсе кайрĕç. Мана хĕресе (крест) пăрахтарса, уша юпи çине лартăрăç. СПВВ. ТМ. Уша юпи — кăма(ка) айĕкĕнчи (ita scr.) юпа, ун çине сентре хураççĕ. Вил. ял. Сентĕре юпине уша юпи теççĕ. Сред. Юм. Оша йôпи тесе, кăмака çомне тăратакан йôпасене калаççĕ; ôлă йôпасем çине оша-пуççи хăми хôраççĕ.

уша-пуççи

(ужа-п̚ус'с'и), лавка при печке. М. П. Петров. Уша пуççи — полочка в старой чувашской избе вдоль печки, под печурками. СПВВ. Т. Уша-пуççи — кăмака сакки пулать. Изамб. Т. Уша-пуççи — кăмака çумĕнче алăк енче пулать (хăма), унта витрепе шыв лартаççĕ, тиркĕсем ӳплентерсе хураççĕ. Сред. Юм. Õша-пуççи тесе, кăмака çумне япаласем хума хунă хăмана калаççĕ. П. П. Т. Анне хывнине тăкма пĕр савăт уша-пуççи çине лартса хураччĕ. (Çăпата çунтарни).

ушат

(ужат), деревянная посуда в роде ведра с ручкоа. Альш. Юрк. † Виççĕн пĕр ушатпа шыв йăтрăмăр.

ушăн

(ужы̆н) добиваться во чтобы то ни стали, стараться. Якейк. Эп коккия корасшăн (повидать) ушăнса анчах çӳрерĕм, çапах коримарăм. N. Ялĕ-йышĕ, юнăхса, улах вырăн шыраеа, хыт хĕнесшĕн ушăнса май килнине кĕтеççĕ. || Завидовать. СПВВ. АС. Ушăнас. Пĕр-пĕр ланăх япалана илеймесессĕн, ушăнаççĕ. Сĕт.-к. Халăх çимĕке кайнине пăхса, ушăнса ларатпăр (сидим, завидуя).

ошăн

(ôжы̆н), то жо, что олшăн. Сред. Юм. Õшăн или ôлшăн. IЬ. Эпир пĕр пĕринне михсене ôлшăнтарса (или ôлăштарса) илсе килнĕ.

ушкăн

ошкăн, толпа, группа, стая. Изамб. Т. Хам çумри укçа çак сирĕн ушкăна (толпу) илме çитет. N. Çавăнтах тата пĕр çаран урлă урăх ушкăнсем пулнă. Çав ушкăнтн пĕр ачи эпир унта выртнине пĕлнĕ те, пире хăратма пынă. Бес. чув. 1. Кăшт тăрсан, çак ушкăн иртсе кайнă çулпах тепĕр ушкăн лав хăпармалла пулчĕ. IЬ. Акă ĕнтĕ у... ялĕ чиркĕвĕ умĕнчен ер ушкăн иртсе кайрĕ, вăл, кĕпер çине анса, тăвалла хăпара пуçларĕ. Ч. П. Хĕр ушкăнĕ. Беседы и шутки. Çавă ырă çынсем ушкăнĕ пур инкек-синкек лекнĕ çынсене пулăшса тăрать. Янтик. † Ушкăн-кăна ушкăн тупăлха, чăн хĕррине эпир касрăмăр; ушкăн-кăна ушкăн сарă хĕр, чăн саррине эп илтĕм. Альш. Ларать пĕр ушкăн вăрман. || Общеетво, часть общества. Мошк. † Çак ял ушкăнче (в этой деревне) çӳрерĕм, сирĕн пек ыр çынсем тупмарăм. || Компания. Ч. С. Ачасем пурте тăрсан (проснулись), Тимахви старик: ах турă, ачасем, эпĕ пит хăрушă тĕлĕк куртăм: кĕçĕр эпир, çак хамăр ушкăнрисем, пурте пĕрле пулса, пĕр пĕчĕкçĕ юман касрăмăр, ахăр ялта кам-та-пулин вилет пулĕ, терĕ. || Артель. N. Выçă аптăранă çынсем ушкăнĕ-ушкăнĕпе (артелями) ыйткаласа çӳреччĕç. || Селение, часть селения. НАК. Пирĕн патăмăрта Аты-касси ятлă виçĕ ял пур: пĕрине, хушăран вырăссем пурăннăран, Вырăсла-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, тепĕрине Кив-Ушкăн-Аты-касси теççĕ, виççĕмĕшне, пирĕн яла, Çĕнĕ-Ушкăн-Аты-касси теççĕ. N. Анатри ушкăн, тури ушкăн (назв. концов деревни = кас). || Связка. N. Вăл тăрать та — кăмака çине хăйă ушкăнĕ çыхса хунă, тет, — çавна илет те, сăкманпа чĕркесе, хăй выранĕ çине выртарать. Изамб. Т. Мăлтан ушкăн-ушкăнпа пит хытă (туго) çыхаççĕ (липовую кору). || Раз. N. Анне пире тепĕр ушкăн пăхрĕ те, виçĕ хут вăрăммăи сывласа ячĕ те, унăн сывлăшĕ тухса карĕ. Ст. Чек. Унтан виçшер витре вара виç ушкăн сапаççĕ. || Прием (раз). КС., И.П.Т. Малтан пĕр ушкăн ярса силленмесен, татах вара: çырлах! пил ту! çырлах! Пил ту! тесе, каллах çурăм тăрăх хăлхи шăтăксе ярать. (Уй чӳкĕ. Юрк. Икĕ тăшмăнсем пĕр ушкăн вăрççа илчĕç. || Часть. Толстой. Унăн (у нее) пĕр ушкăн пырши йăтăнса тухса, типĕ çулçăсем тăрăх сĕтĕрĕнсе пырать. || Время (от времени). Белая Гора † И, ушкăн та ушкăн ăш çунать; хăш вăхăта çитсен сӳнĕ-ши? Альш. † Хамăр тăван аса килсессĕн, ушкăн-ушкăн куç-çулĕ юхать-çке. || Кучка. N. Вăл ял патĕнче пĕр ушкăн çăка йывăçĕсем ӳсеççĕ. || Вереница. Дик. Леб. 42. Сасартăк вĕсенчен карап ушкăнĕ пулать-тăрать (они обратились в корабли).

ушкăнĕпе

ошкĕнпе, все целиком. К.-Кушки. Улмана ушкăнĕпе сутса ятăм. Яблоки целиком продал, ушканĕпех ил. Бери всё целиком. N. Ошкăнпех илтĕм, порте тĕрĕсех (цело), тольккă пашалусем пăсăлма пуçланă. || Все сплошь. Скотолеч. 35. Пĕр сысна чирлесен-ушкăнĕпе чирлеççĕ.

ушшĕ

шшэ̆, из уçашĕ, как ашшĕ из аçăшĕ), ключ Якейк. Склоняется так: ушшĕн, ушше, ушшĕпе и пр. Яргуньк. Пĕрре Иван Васильевич Мария государев кайнă чухне Ивана ушшĕ парса хаварчĕ, тет те, каларĕ тет: эсĕ пур çĕре те пăх, терĕ, тет, тульккиш пахпа пичетленине анчах ан пăх, терĕ, тет. И. Сорм. Кăсийинчен тупрĕ, тет, пĕр ывçă ушшĕ. Тула тухрĕ, тет те, тата тепĕр çараççи тăнине курчĕ, тет те, ушшĕпеле уçса пăхрĕ, тет. || Замок. Алик. Вол. (Ядр. у.). Ушшĕ пур та, уçмалли çук. Замок есть, но нет ключа. Качал. Çака (он) пĕр ят туртакан ушше туртса çĕмĕрчĕ, тет.

Вырăсла-чăвашла словарь (2002)

абориген

сущ., муж. (ант. пришелец, иммигрант)
абориген (пĕр-пĕр вырăнти тĕп халăх çынни); аборигены Камчатки Камчатка аборигенĕсем

аванс

сущ.муж.
аванс (ĕç укçин пĕр пайне малтан парса хуни); выдать денежный аванс аванс укçи пар

аккредитив

сущ.муж.
аккредитив (пĕр банк тепĕр банкра укçа илме панă хут)

актив

1. сущ.муж.
актив (пĕр йышри чи ăнлануллă, пуçаруллă çынсем); профсоюзный актив профсоюз активе

алгоритм

сущ.муж.
алгоритм (пĕр-пĕр задачăна шутламалли ĕçсен йĕрки)

аналогичный

прил.
(син. сходный, подобный), аналогично нареч. пĕрешкел, пĕр евĕрлĕ, пĕр майла; привести аналогичный пример пĕрешкел тĕслĕх илсе кăтарт

аналогия

сущ.жен. (син. сходство)
пĕрешкеллĕх, пĕр евĕрлĕх; заключение по аналогии пĕрешкел пулăмсемпе тунă пĕтĕмлетӳ

аппарат

сущ.муж.
1. (син. прибор, устройство) аппарат (техника хатĕрĕ); телефонный аппарат телефон аппарачĕ
2. аппарат (ӳтĕн пĕр-пĕр ĕçе туса тăракан органĕсем); дыхательный аппарат сывлав аппарачĕ
3. аппарат (ĕçе йĕркелесе пыракан органсем, çынсем); государственный аппарат патшалăх аппарачĕ; аппарат министерства министерство аппарачĕ

ассигнование

сущ.сред.
1. (син. выделение, инвестиция) укçа-тенкĕ уйăрни (пĕр-пĕр ĕç тума)
2. уйăрнă укçа, хывнă укçа; ассигнования в сельское хозяйство ял хуçалăхне хывнă укçа

аукаться

глаг. несов. (син. перекликаться)
ауклат, кăшкăраш, сасă пар (инçетрен, сăм., вăрманта пĕр-пĕрне илтме)

бактерия

сущ.муж. (син. микроб)
бактери (пĕр клеткăллă организм); болезнетворные бактерии чир ертекен бактерисем

банка

сущ.жен.
банка; стеклянная банка кĕленче банка; банка консервов пĕр банка консерв; закатать банку банкăна хупса питĕр

бассейн

сущ.муж.
1. (син. водоём) бассейн (шыв тытмалли, шыва кĕмелли пĕве); крытый бассейн витнĕ бассейн
2. бассейн (пĕр юхан шывăн пĕтĕм юпписем шыв пуçтаракан тăрăх); бассейн реки Суры Сăр шывĕн бассейне

батарея

2. сущ.жен.
батарея (вĕçе-вĕçĕн çыхăнтарнă пĕр пек хатĕрсем); отопительная батарея ăшăтмалли батарея (çуртсенче); батарея лопнула батарея шăтнă

беда

сущ.жен., множ. беды
инкек, синкер, шар, инкек-синкек; случилась беда инкек пулчĕ; помочь в беде инкекрен тухма пулăш ♦ не беда! аптрамасты; просто беда! шалт аптрамалла!; на беду инкеке; Семь бед — один ответ погов. Çич айăпшăн — пĕр явап; Пришла беда — отворяй ворота посл. Инкек пĕччен килмест

безжалостный

прил. (син. жестокий; ант. жалостливый), безжалостно нареч.
хĕрхенӳсĕр, шелсĕр, шеллевсĕр, хаяр; безжалостно уничтожать сорняки çум курăка пĕр хĕрхенмесĕр пĕтер

безошибочный

прил. (син. правильный, точный; ант неправильный, ошибочный)
йăнăшсăр, тĕп-тĕрĕс; безошибочно решить задачу задачăна пĕр йăнăшсар шутла

безупречный

прил. (син. безукоризненный), безупречно нареч.
кăлтăксăр, питĕ лайăх, тиркеме çук; мотор работает безупречно мотор пĕр кăлтăксăр ĕçлет

бесконечный

прил.
1. (син. безграничный, беспредельный) вĕçсĕр-хĕрсĕр, вĕçĕ-хĕррисĕр, чикĕсĕр; бесконечное мировое пространство вĕçĕ-хĕррисĕр тĕнче уçлăхĕ
2. (син. длинный, долгий, продолжительный), бесконечно нареч. вăрăм, вĕçĕмсĕр, вĕçленме пĕлми; дорога тянется бесконечно çул пĕр вĕçĕмсĕр тăсăлса выртать
3. (син. чрезвычайный, сильнейший) питĕ вăйлă, иксĕлми, çав тери; бесконечная радость иксĕлми савăнăç

беспокоить

глаг. несов. (син. тревожить)
хумхантар, канăçсăрлантар, чăрмантар, кансĕрле; меня беспокоит одна мысль мана пĕр шухăш канăç памасть

беспощадный

прил. (син. непримиримый), беспощадно нареч.
хĕрхенусĕр, шеллевсĕр, хаяр; беспощадно уничтожать врагов тăшмансене пĕр хĕрхенмесĕр пĕтер

беспрерывный

прил. (син. непрерывный, постоянный), беспрерывно нареч.
тати-сыпписĕр, пĕр тăтăш, пĕр чарăнми; беспрерывно идёт дождь пĕр чарăнмасăр çумăр çăвать

бесшумный

прил. (син. тихий, неслышный; ант. громкий), бесшумно нареч.
сасăсăр, сас-чĕвĕсĕр, шăп; бесшумный мотор шăппăн ĕçлекен мотор; бесшумно подкрасться пĕр сасăсăр йăпшăнса пыр

библиография

сущ.жен.
1. библиографи (кĕнекесене çырса кăтартни, весен списокĕсене туни)
2. библиографи (пĕр-пĕр ыйтупа çырнă ĕçсен списокĕ)

билет

сущ.муж.
1. билет (тӳлесе илнĕ хут); железнодорожный билет чугун çул билечĕ; билет в кино кино билечĕ; купить лотерейный билет лотерея билечĕ туян
2. билет (пĕр-пĕр организацире тăнине çирĕплетекен хут); профсоюзный билет профсоюз билечĕ
3. хут, билет (кĕске текстлă карточка); пригласительный билет йыхрав хучĕ; экзаменационный билет экзамен билечĕ ♦ банковский билет банк билечĕ (укçа илмелли)

близкий

прил.
1. (син. недалёкий; ант. дальний, далёкий) çывăх, çывăхри; инçе мар; близкий путь инçе мар çул; Подойдите ближе! Çывăхарах килĕр!
2. (син. скорый) часах, çывăх, часах пулас, çывăх вăхăтри
3. по чему, в чем (син. сходный, похожий; ант. отличный) çывăх, пĕрешкел, пĕр пек, пĕр евĕрлĕ; близкие взгляды пĕрешкел шухăшсем ♦ близкий родственник тачă тăван; близкие друзья çывăх туссем

блок

2. сущ.муж.
1. (син. объединение) пĕрлешӳ (патшалăхсен, политика ушкăнĕсен); предвыборный блок суйлав умĕнхи пĕрлешӳ
2. блок (пĕр йышши хатĕрсен пĕрлĕхĕ); блок цилиндров мотора моторăн цилиндр блокĕ ♦ дверной блок алăк кăшкарĕ; керамический блок шултра кирпĕч

болгарин

сущ.муж., болгарка жен., множ. болгары
пăлхарсем (Болгарире пурăнакан, авалтан чăвашсемпе пĕр несĕллĕ халăх)

более

нареч.
1. образует сравн. ст. -рах (-рех); более быстро хăвăртрах; более мелкий вĕтĕрех
2. ытла, ытларах; более двухсот тонн ик çĕр тонна ытла ♦ более или менее хăш-пĕр таран, вăтаммăн; более того вводн.сл. унтан та ытларах; тем более частица и союз уйрăмах; çийĕнчен; тата; вещь эта слишком дорогая, тем более денег у нас мало ку япала ытла та хаклă, тата укçи те пирĕн сахал

бороться

глаг. несов.
1. с кем (син. состязаться) кĕреш, тытăç, вăй виç; парни борются каччăсем вăй виçеççĕ; бороться по правилам правилăпа кĕреш
2. с кем-чем, против кого-чего (син. сражаться, биться) çапăç, кĕреш; пĕтер; бороться с врагом тăшманпа çапăç; борющиеся армии пĕр-пĕринпе кĕрешекен çарсем
3. за что (син. стоять, добиваться) кĕреш, тăрăш, тăр; бороться за мир миршĕн тăрăш; бороться за звание чемпиона чемпион ячĕшĕн кĕреш

бубен

сущ.муж.
бубен (пĕр енлĕ, хăнкăрмаллă параппан); бить в бубен бубен кала, бубен çап

буква

сущ.жен.
сас палли; прописные буквы пысăк сас паллисем (А, Т, Ф т. ыт); строчные буквы пĕчĕк сас паллисем (а, т, ф т. ыт.); в слове пропущена буква сăмахра сас палли сиктерсе хăварнă ♦ буква в букву шăп та шай; следовать букве закона саккуна пĕр пăрăнмасăр пурнăçла

вариант

сущ.муж. (син. разновидность, видоизменение)
вариант (пĕр япалан хăйне май тĕсĕ); варианты обмена квартир хваттер улăштармалли вариантсем

вдруг

1. нареч. (син. неожиданно, внезапно) сасартăк, ăнсăртран, кĕтмен çĕртен; вдруг погас свет сасартăк çутă сӳнчĕ
2. нареч. (син. одновременно, сразу) харăссăн, пĕр харăс, ушкăнĕпе, пĕрле; пришли все вдруг пурте пĕр харăс килчĕç
3. частица, выражает опасение эхер те, енчен те; А вдруг они не согласятся? Енчен те вĕсем килĕшмесен?

ведомость

сущ.жен., множ. ведомости
1. (син. сводка, список) ведомость на зарплату ĕç укçи ведомоçĕ; расписаться в ведомости ведомоçра алă пус
2. ведомости множ. ведомоçсем (хăш-пĕр пичет кăларăмĕсен ячĕ); Ведомости Государственного Совета Чувашской Республики Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Ведомоçĕсем

ведомство

сущ.сред.
ведомство (пĕр-пĕр ĕçри учрежденисем); судебное ведомство суд ведомстви

ведро

сущ.сред.; множ. вёдра
витре; пластмассовое ведро пластмасса витре; ведро воды пĕр витре шыв

вербный

прил.: Вербное воскресенье Кăчкă уявĕ, Верпăнни (христиансен Мăнкунччен пĕр эрне малтан килекен уявĕ); Вербная неделя Верпăнни эрни (Мăнкун умĕнхи уяв кунĕсем)

взаимный

прил. (син. обоюдный; ант. односторонний), взаимно нареч.
хире-хирĕç, алылмаш; пĕр-пĕринпе; по взаимной договорённости пĕр-пĕринпе килĕшсе; взаимная помощь алылмаш пулăшу

взаимопомощь

сущ.жен.
хире-хирĕç пулăшу, алылмаш пулăшу; пĕр-пĕрне пулăшни; договориться о взаимопомощи пĕр-пĕрне пулăшасси çинчен калаçса татăл

взаимопонимание

сущ.сред.
пĕр-пĕрне ăнланни; достигнуть взаимопонимания пĕр-пĕрне ăнланса ил

взаимосвязь

сущ.жен.
алылмаш, çыхăну; пĕр-пĕринпе çыхăнни; изучение явлений природы в их взаимосвязи çут çанталăк пулăмĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса тĕпчени

вид

1. сущ.муж.
1. (син. внешность, облик) сăн, сăн-пит, тĕс; на вид ему лет тридцать сăнран пăхма вăл пĕр вăтăрсенче
2. курăм, курăну, куç курни; отсюда открывается прекрасный вид на озеро кунтан кулĕ питĕ хитре курăнать
3. куç, курни; скрыться из вида куçран çухал; всё на виду йăлтах куç умĕнче
4. (син. расчёт, намерение) шухăш, шут, ĕмĕт; виды на будущее пуласси çинчен ĕмĕтленни ♦ делать вид -анçи (-енçи) пул; для вида ячĕшĕн; иметь в виду асра тыт; не показывать виду ан палăрт; упустить из виду манса хăвар

виток

сущ.муж. (син. оборот)
çаврăм, çавра; ункă, çаврăнни; виток проволоки пралук унки; виток спутника вокруг Земли спутник Çĕр тавра пĕр хут çаврăнни

вместе

1. нареч. (ант. отдельно, врозь) пĕрле, пĕр çĕрлĕн; соберёмся все вместе пурте пĕрле пуçтарăнăпăр
2. вместе с кем-чем , предлог с твор. п. –па (-пе) пĕрле; он пришёл вместе с отцом вăл ашшĕпе пĕрле килнĕ ♦ вместе с тем союз çавăнпа пĕрлех

внести

глаг. сов.
1. кого-что во что (ант. вынести) йăтса кĕр, çĕклесе кĕр; внести в дом охапку дров пӳрте пĕр çĕклем вутă çĕклесе кĕр
2. что (син. уплатить) тӳле, хыв; внести деньги в кассу кассăна укçа тӳле
3. что (син. представить, дать) пар, тăрат, сĕн; внести предложение сĕнӳ пар
4. кого-что во что (син. включить; ант. исключить) кĕрт, хуш, хушса çыр; внести поправки в закон саккуна юсавсем кĕрт ♦ внести раздоры хирĕçтерсе яр; внести ясность ăнлантарса пар

вода

сущ. жен, множ. воды
1. шыв; родниковая вода çăлкуç шывĕ; морская вода тинĕс шывĕ; ведро воды пĕр витре шыв; идти за водой шыв ăсма кай
2. (син. напиток) шыв, ĕçме; газированная вода газланă шыв; минеральная вода минераллă шыв
3. шыв, шыв-шур; внутренние воды страны çĕршывăн шалти шывĕсем (юхан шывсем, тинĕссем, кӳлĕсем); территориальные воды чикĕри шывсем (çĕршыв чиккине кĕрекен тинĕс тăрăхĕсем)
4. пуш сăмах, сӳпĕлтетӳ; в докладе много воды докладра пуш сăмах нумай ♦ как воды в рот набрал çăварне шыв сыпнă пек (шарламасть); их водой не разольёшь вĕсене шыв сапса та уйăраймăн; как в воду глядел пĕлсе тăнă пекех; выйти сухим из воды шывран типĕ тух; вывести на чистую воду тăрă шыв çине кăлар

война

сущ.жен.; войны множ. (ант. мир)
вăрçă; гражданская война граждан вăрçи; отечественная война тăван çĕршыв вăрçи; объявить войну вăрçă пуçла; вести войну вăрçă вăрç ♦ холодная война сивĕ вăрçă (патшалăхсен ушкăнĕсем пĕр-пĕринпе çивĕччĕн хирĕçсе пурăнни)

вольный

прил., вольно нареч.
1. (син. независимый; ант. подневольный, зависимый) ирĕк, ирĕклĕ, пăхăнман; вольный народ ирĕклĕ халăх
2. (син. неограниченный; ант. ограниченный, регулируемый) ирĕклĕ, чаруламан; продавать товары по вольным ценам тавара ирĕклĕ хаксемпе сут
3. (син. нескромный, развязный; ант. скромный) иртĕнчĕк, пуçтах, этепсĕр; он держит себя вольно вăл этепсĕр хăтланать ♦ вольные движения ирĕклĕ хусканусем (гимнастика хатĕрĕсемсĕр тăвакан хăнăхтарусем); вольная борьба ирĕклĕ кĕрешӳ (кĕрешӳ спорчĕн пĕр тĕсĕ); вольному воля хăвăнне ху пĕл; Вольно! Ирĕклĕ тăрăр! (стройри хушу)

время

сущ.сред.; множ. времена
1. вăхăт; местное время вырăнти вăхăт; в свободное время ерçнĕ чухне; с пользой проводить время вăхăта усăллă ирттер; время проходит незаметно вăхăт сисмесĕрех иртет; Сколько сейчас времени? Вăхăт мĕн чухлĕ халĕ?
2. (син. период, эпоха) вăхăт, тапхăр, самана; время больших перемен пысăк улшăнусен самани; во времена наших предков пирĕн мăн асаттесен вăхăтĕнче
3. вăхăт (грамматикăра); настоящее время хальхи вăхăт; прошедшее время иртнĕ вăхăт; будущее время пулас вăхăт; времена глагола глагол вăхăчĕсем ♦ времена года çулталăк тапхăрĕсем; первое время малтанах, пирваях; в своё время хăй вăхăтĕнче; на время вăхăтлăха; всё время яланах, пĕрмаях; одно время пĕр хушă; с течением времени вăхăт иртнĕçем; время от времени тахçантан тахçан, хутран-ситрен; до поры до времени вăхăт çитиччен; в скором времени çывăх вăхăтрах, часах; на первое время малтанлăха; тем временем çав хушăра

вровень

предлог с твор. п.
шай, тан; пĕр шай, пĕр тан; вода вровень с краями ведра шыв витре хĕррипе тан

всякий

мест., определит.
1. (син. каждый, любой) кашниех, такам та, кирек кам та; это знает всякий куна такам та пĕлет
2. (син. различный, всевозможный) тĕрлĕрен, темĕн тĕрлĕ; на рынке много всякого товара пасарта тĕрлĕрен тавар нумай ♦ всякий раз кашнинчех; на всякий случай сых ятне; во всяком случае епле пулсан та; всякая всячина темĕн те пĕр

выводок

сущ.муж.
пуслăх (пĕр ама чĕпписем, çурисем); выводок цыплят пĕр пуслăх чăх чĕппи; волчий выводок кашкăр çурисем

выпить

глаг. сов.
ĕç, ĕçсе яр; выпить стакан воды пĕр стакан шыв ĕç

выручка

сущ.жен.
1. (син. помощь) хăтару, çăлăнăç, пулăшу; прийти на выручку пулăшу пар, çăлăнăç кур
2. тупăш, пайта; дневная выручка магазина магазинăн пĕр кунхи тупăшĕ

вычитать

глаг. сов. (ант. слагать)
кăлар; вычитать одно числа из другого пĕр хисепрен теприне кăлар

вязанка

сущ.жен.
çĕклем, çыхă; вязанка дров пĕр çĕклем вутă

гардероб

сущ.муж.
1. тумтир шкапĕ; повесить костюм в гардероб костюма гардероба çак
2. (син. раздевалка) гардероб, тумтир пӳлĕмĕ, хывăнмалли пӳлĕм
3. (син. одежда) тумтир (пĕр çын тăхăнаканни); обновить гардероб тумтире çĕнет, çĕнĕ тум туян

генеалогический

прил.
генеалоги -ĕ; йăх-несĕл -ĕ; ♦ генеалогические связи йăх-несĕл çыхăнăвĕсем; генеалогическое древо йăх-несĕл тытăмĕ (пĕр-пĕр йăх, ăру çыннисен çыхăнăвне ӳкерчĕклесе кăтартни)

гимназия

сущ.жен.
гимнази (пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулăн пĕр тĕсĕ); школа-гимназия гимнази шкул

гипотеза

сущ.жен.
гипотеза, çĕнĕ шухăш (пĕр-пĕр пулăма ăнлантарса пама сĕнни); выдвинуть гипотезу гипотеза сĕн, çĕнĕ шухăш кала

глоток

сущ.муж.
сыпкăм, çăтăм; сыпса илни; сделать глоток сыпса ил; глоток воды пĕр сыпкăм шыв

гнездо

сущ.сред.; множ. гнёзда
1. йăва; гнездо воробья çерçи йăви; осиное гнездо сăпса йăви; грачи вьют гнёзда кураксем йăва çавăраççĕ
2. (син. углубление) шăтăк, путăк, вырăн (мĕн те пулин кĕртсе лартмалли); гнездо для патрона патрон шăтăкĕ, патрон чикмелли шăтăк ♦ волчье гнездо пĕр пуслăх кашкăр; гнездо грибов кампа карти; гнездо родственных слов пĕр несĕллĕ сăмах ушкăнĕ

голос

сущ.муж., множ. голоса
1. (син. звуки) сасă (çыннăн, кайăкăн); высокий голос çинçе сасă; низкий голос хулăн сасă; на улице слышны чьи-то голоса урамра такам сассисем илтĕнеççĕ; певец потерял голос юрăçăн сасси çĕтнĕ
2. сасă (суйлавра); подсчёт голосов избирателей суйлавçăсен сассисене шутлани; право голоса сасă прави, сасăлав прави
3. (син. мнение, высказывание) шухăш, кăмăл, сасă, калани; голос читателей вулакансен кăмăлĕ; поднять голос в защиту детей ачасене хӳтĕлесе кала ♦ во весь голос тулли сасăпа; в один голос пĕр саслăн; в голос рыдать кăшкăрса макăр; слушаться голоса разума ăс-пуç хушнине итле

гонять

глаг. несов.
1. кого-что хăвала, хӳтер, хăваласа çӳре; гонять скот с одного пастбища на другое выльăхсене пĕр вырăнтан теприне хаваласа кĕт
2. кого (син. перебрасывать) хăвала, чуп; гонять мяч мечĕкпе выляса чуп

гоняться

глаг. несов.
хăвала, хыççăн чуп; дети гоняются друг за другом ачасем пĕр-пĕрне хăваласа чупаççĕ

гора

сущ.жен., множ. горы
1. сăрт, ту; высокая гора çӳллĕ сăрт; Уральские горы Урал тавĕсем; взобраться на вершину горы сăрт тӳпине хăпар; дорога поднимается в гору çул сăрталла хăпарать
2. купа; на полу гора книг урайĕнче кĕнекесем купипе выртаççĕ ♦ дела пошли в гору ĕç ăнăçма пуçларĕ; обещать золотые горы тем те пĕр сунса илĕрт; как гора с плеч свалилась чун лаштах пулчĕ (нуша иртсе кайнипе); закатить пир горой акăш-макăш ĕçкĕ ту; стоять горой çирĕп тăр (камшăн та пулин); не за горами таçта инçе мар

гормон

сущ.муж.
гормон (ӳтĕн пĕр-пĕр пайĕ туса кăларакан, пĕтĕм ӳте пурăнма кирлĕ япала)

горсть

сущ.жен.
ывăç; горсть орехов пĕр ывăç мăйăр; взять в горсть ывăçласа ил

гражданство

сущ.сред.
гражданлăх; российское гражданство Раççей гражданлăхĕ; двойное гражданство иккĕллĕ гражданлăх (çын пĕр вăхăтрах икĕ çĕршыв гражданинĕ пулни)

дать

глаг. сов.
1. кого-что кому (син. вручить; ант. взять, принять) пар, тыттар; дать в руки алăран тыттар; дать книгу кĕнеке пар; дать взаймы денег кивçен укçа пар; Сколько дадите за шапку? Çĕлĕкшĕн мĕн хак паратăр?
2. что или с неопр. ф. кому (син. предоставить) пар, туянтар; дать работу ĕç пар, ĕçе ил; дать образование пĕлӳ туянтар, вĕрентсе кăлар; дать покой канăç пар
3. что кому (син. доставить) кӳр, пар; поля дают богатый урожай уй-хир пысăк тухăç кӳрет
4. (син. ударить, стукнуть) çап, тиверт, тыттарса яр; дать по голове пуçран çап
5. что (син. провести) пар, ирттер, йĕркеле; дать концерт концерт ирттер
6. в сочетании с сущ. выражает действие по его значению: дать согласие килĕш; дать звонок шăнкăравла; дать трещину çурăлса кай; дать начало пуçарса яр; дать поручение хуш ♦ дать знать хыпар яр; пĕлтер; дать слово сăмах пар, тума пул; ни дать ни взять каснă лартнă, пĕр пекех; Я тебе дам! Парап ак эпĕ сана! (юнаса калани); Ему не дашь шестидесяти Вăл утмăлта тесе каламăн; Дай-ка я пойду к нему! Ун патне каям-ха!

девочка

сущ.жен. (ант. мальчик)
хĕр ача; у них в семье две девочки и мальчик вĕсен кил-йышĕнче икĕ хĕр ачапа пĕр арçын ача

действительный

прил.
1. (син. настоящий, подлинный) чăн пур, чăннипе пулнă; действительный факт из жизни пурнăçра чăн пулни
2. вăйра таракан; справка действительна в течение месяца справка пĕр уйах хушши вăйра тăрать
3. действительно нареч. чăн, чăнах та, чăннипех; он действительно болен вăл чăнах та чирлĕ
4. действительно вводн. сл., выражает уверенность чăн та, чăнах та; я, действительно, там не был эпĕ чăнах та унта пулман ♦ действительный залог глагола глаголан тĕп залогĕ; действительный член академии академин тĕп членĕ

депутация

сущ.жен.
депутаци (пĕр-пĕр ыйтăва татса пама халăх суйласа янă ушкăн)

десяток

сущ.муж.
теçетке, вуннă; десяток яиц пĕр теçетке çăмарта

диалект

сущ.муж.
диалект (пĕр-пĕр чĕлхен вырăнти калаçăвĕ); верховой диалект чувашского языка чăваш чĕлхин тури диалекчĕ

диаспора

сущ.жен.
диаспора (пĕр-пĕр халăхăн тĕп пайĕнчен уйрăм, урăх çĕрте, урăх çĕршывсенче пурăнакан ушкăнĕсем); чувашская диаспора в Татарстане Тутарстанра пурăнакан чăвашсем

династия

сущ.жен.
династи, йăх, йăх-несĕл (еткерлĕх йĕркипе пĕр йăхран ларса пынă патшасем; сыпăкран сыпăка пыракан несĕллĕх); династия царей Романовых в России Раççей патшисен Романовсен йăх-несĕлĕ; рабочая династия рабочисен йахĕ

долбить

глаг. несов.
1. шакка, такка, шăтар; долбить стену стенана шăтар; долбить прорубь вак кас (пăра шăтарса)
2. (син. говорить, повторять) суп, кала; он целый день долбит одно и то же вăл кунĕпех пĕр япала çинчен каласа супать

долгота

сущ.жен., множ. долготы
1. (син. продолжительность, длительность) вăрăмăш, тăршшĕ; долгота дня кун вăрăмăшĕ
2. (ант. широта) вăрăмлăх (географире — пĕр-пĕр вырăнпа тĕп меридиан хушшин виçи); восемьдесят градусов западной долготы хĕвел анăç вăрăмлăхĕн сакăр вуннамĕш градусĕ

доллар

сущ.муж.
доллар (СШАри, Канадăри т. ыт. хăш-пĕр çĕршывсенчи укçа); обменять рубли на доллары тенкĕне долларпа улăштар

дочь

сущ.жен., множ. дочери
хĕр, хĕр ача (ашшĕ-амăшĕшĕн); моя дочь манăн хĕр, хĕрĕм; твоя дочь санăн хĕр, хĕрӳ; его (её) дочь унăн хĕрĕ; у них две дочери и сын вĕсен икĕ хĕр те пĕр ывăл

друг

2. друг друга пĕр-пĕрне; друг с другом пĕр-пĕринпе; друг о друге пĕр-пĕрин çинчен; друг за другом пĕр-пĕрин хыççăн

дубляж

сущ.муж.
куçару (пĕр чĕлхепе ӳкернĕ фильма тепĕр чĕлхене куçарни)

духи

сущ.множ.
духи; флакон духов пĕр кĕленче духи

дыхание

сущ.сред.
сывлав; сывлани; органы дыхания сывлав органĕсем; ровное дыхание пĕр тикĕс сывлани; слушать, затаив дыхание сывламасăр итле

дюжина

сущ.жен.
вун иккĕ (пĕр йышши япаласен шучĕ); дюжина ложек вун икĕ кашăк ♦ чёртова дюжина вун виççĕ

единица

сущ.жен.
1. пĕрре («1» цифра)
2. пĕрре (вĕренӳри хаклав палли)
3. виçе, пай; единицы длины вăрăмăш виçисем; административно-территориальная единица çĕр-администраци пайĕ ♦ денежная единица укçа (пĕр-пĕр çĕршыври); штатная единица штатри çын; не пришли лишь единицы хашĕ-пĕрисем çеç килмерĕç

единобожие

сущ.сред. (син. монотеизм; ант. многобожие, политеизм)
пĕр турăлăх (пĕртен-пĕр туррă, сăм., Христоса ĕненни)

единогласный

прил. (син. единодушный), единогласно нареч.
пĕр сасăллă, пĕр шухăшлă; решение принято единогласно йышăнăва пĕр саслăн çирĕплетнĕ

единодушный

прил., единодушно нареч.
пĕр шухăшлă, пĕр кăмăллă; единодушное согласие пĕр кăмăллăн килĕшни

единообразный

прил. (син. одинаковый, сходный; ант. различный, разный)
пĕр пек, пĕр евĕрлĕ; единообразная система отчётности отчёт тумалли пĕр пек йĕрке

единственный

прил., единственно нареч.
пĕр, пĕртен-пĕр, пĕр-пĕччен; их единственный сын вĕсен пĕртен-пĕр ывăлĕ ♦ единственнное число пĕрреллĕ хисеп (грамматикăра)

единство

сущ.сред.
1. (син. цельность, неразрывность) пĕрлĕх, пĕтĕçӳлĕх, пĕр пĕтĕмлĕх; единство государства патшалăх пĕр пĕтĕмлĕхĕ; единство слова и дела сăмахпа ĕç пĕрлĕхĕ
2. (син. общность, совпадение) пĕр пеклĕх, пĕр килни; единство взглядов шухăшсем пĕр килни

единый

прил. (син. общий, объединённый)
пĕрлĕхлĕ, пĕр пĕтĕм, пĕр пек; единый фронт пĕрлĕхлĕ фронт ♦ все до единого пĕр çын юлми, пурте; не терять ни единой минуты пĕр минута та ан çухат

жаргон

сущ.муж.
жаргон (пĕр-пĕр социаллă ушкăнăн хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхсемпе палăрса тăракан калаçăвĕ); воровской жаргон вăрăсен жаргонĕ; студенческий жаргон студентсен жаргонĕ

задержать

глаг. сов.
1. кого-что (син. остановить) чар, тытса чар, чарса тăр; задержать отправление самолёта самолёта чарса тăр (вĕçсе тухасран)
2. кого тытса тăр, ан яр; меня задержали дела мана ĕçсем ямарĕç
3. (ант. освободить) тыт, ярса тыт, тытса чар, тытса хуп; грабителей задержали быстро вăрăсене часах ярса тытнă ♦ задержать дыхание сывлама чарăн (пĕр хушă)

залп

сущ.муж.
харăс, харăссăн, пĕр харăс (тупă-пăшалтан пĕр харăс пени); дать залп из орудий тупăсенчен пĕр харăс пер

залповый

прил.: залповый огонь харăссăн пени, пĕр харăс пени

залпом

нареч.
1. стрелять залпом пĕр харăссăн пер;
2. пĕр ăстрăмпа, пĕр тăрук, пĕр сывламасăр; залпом выпить кружку воды куркари шыва пĕр сывламасăр ĕçсе яр

заодно

нареч.
1. (син. единодушно) пĕрле, пĕр щутлă, пĕр шухăшлă; они заодно с ним вĕсем унпа пĕр шутлă
2. (син. кстати) çула май, ал май, пĕрех хут; Поеду в командировку, заодно и друзей навещу Командировкăна каятăп, çула май туссем патне те кĕрсе тухăп

засмеяться

глаг. сов.
кулса яр, кулма тытăн; все дружно засмеялись пурте пĕр харăс кулса ячĕç

захватить

глаг. сов.
1. (син. взять, забрать) ил, ярса тыт, ярса ил; захватить горсть орехов пĕр ывăç мăйăр ил
2. (син. овладеть) ярса ил, çĕнсе ил; захватить чужую территорию ют çĕре ярса ил
3. пĕрле ил, илсе кай; захватить зонтик на случай дождя çумăр çăвĕ тесе зонтик илсе тух
4. (син. увлечь) кăсăклантар, кăмăла çавăр; книга захватила меня кĕнеке мана кăсăклантарчĕ ♦ дух захватило сывлăш пӳлĕнчĕ (хумханнăран е сивĕ çапнăран)

заяц

сущ.муж.
мулкач, куян; заяц-беляк шурă мулкач; охота на зайцев мулкач сунарĕ ♦ гнаться за двумя зайцами икĕ мулкач хăвала (пĕр вăхăтрах икĕ ĕç тума хăтланни çинчен)

звук

сущ.муж.
сасă; гласные звуки уçă сасăсем; согласные звуки хупă сасăсем; слышен звук шагов ура сасси илтĕнет; не слышно ни звука пĕр сас-чĕвĕ те çук

землячество

сущ.сред.
ентешлĕх (ентешсен, йăхташсен пĕр-пĕр çĕрти пĕрлешĕвĕ); чувашское землячество в Казани Хусанти чăваш ентешлĕхĕ

знаменатель

сущ.муж. (ант. числитель)
знаменатель (вак хисепре — пĕр цифра миçе пая пайланнине кăтартакан цифра)

зрение

сущ.сред.
куç, куру, куç вăйĕ; куç курни; острое зрение çивĕч куç; у ребёнка слабое зрение ача япăх курать ♦ точка зрения шухăш, шухăшлани (пĕр-пĕр пайăр ыйтупа)

идеология

сущ.жен.
шухăшлăх (общество е пĕр-пĕр класс, ушкăн ăс-тăнĕнчи шухăшсен пуххи)

император

сущ.муж., императрица жен.
император (хăш-пĕр патшасен ячĕ); императоры России Раççей императорĕсем

инструктор

сущ.муж.
инструктор (пĕр-пĕр ĕçе вĕрентсе кăтарту паракан), инструктор парашютного спорта парашют спорчĕн инструкторĕ

инфаркт

сущ.муж.
инфаркт (тымар питĕрĕнсе юн пыманнипе ӳтĕн пĕр-пĕр органĕ вилни); инфаркт миокарда чĕре мыщцин инфаркчĕ

кабинет

сущ.муж.
1. ĕç пӳлĕмĕ; кабинет директора директорăн ĕç пулĕмĕ
2. кабинет (пĕр-пĕр предметпа ĕçлемелли класс); кабинет информатики информатика кабинечĕ

как

1. нареч. и союзн. сл. мĕнле, епле; Как вы живёте? Мĕнле пурăнатăр?; Мы видели, как он шёл по улице Эпир вăл урампа пынине куртăмăр
2. частица, выражает удивление; Как, ты всё ещё здесь? Эсĕ халĕ те кунта-и вара?
3. союз пек, евĕр; вырăнне; белый как снег юр пек шурă; торф используют как удобрение торфпа удобрени вырăнне усă кураççĕ ♦ как будто союз и частица пек, туйанать; как бы то ни было епле пулсан та; как раз шăп та лап; как один человек пĕр çын пек, пурте харăс; как только -санах (-сенех); Как только освобожусь, приду к тебе Ерçсенех сан патна пыратăп; как в воду глядел пĕлсе тăнă пекех; как сказать темле каламалла ĕнтĕ

как-нибудь

нареч.
1. мĕнле те пулин, епле те пулин; Надо как-нибудь помочь ему Епле те пулин пулашас пулать ăна
2. хăçан та пулин, пĕр-пĕр; Как-нибудь зайду к тебе Пĕр-пĕр кĕрсе тухăп-ха сан патна

капля

сущ.жен.
тумлам; капли дождя çумăр тумламĕсем, çумăр пĕрчисем; биться до последней капли крови юлашки юн тумламĕ юлмиччен çапăç; похожи как две капли воды каснă лартнă, пĕр пекех

капуста

сущ.жен.
купăста; ранняя капуста ир пулакан купăста; цветная капуста чечеклĕ купăста; вилок капусты пĕр пуç купăста; квасить капусту купăста йӳçĕт ♦ морская капуста тинĕс купăсти (çиме юрăхлă тинĕс курăкĕ)

кафедра

сущ.жен.
1. (син. трибуна) кафедра (халăх умĕнче сăмах каламалли çӳллĕ вырăн); докладчик поднялся на кафедру докладçă кафедра умне тухрĕ
2. кафедра (аслă шкулта — пĕр специальноçлă преподавательсен ушкăнĕ); он работает на кафедре русского языка вăл вырăс чĕлхи кафедринче ĕçлет

каша

сущ.жен.
пăтă; гречневая каша хура тул пăтти; пшённая каша вир пăтти; варить кашу пăтă пĕçер ♦ мало каши ел айван-ха; заварить кашу ĕçе чăкрашлат; расхлёбывать кашу ĕçе уçăмлат, йывăрлăха сир; с ним каши не сварить унпа пĕр чĕлхе тупма çук; сапоги просят каши атă тĕпĕ хăйпăнса кайнă; Маслом каши не испортишь посл. Çу янăшăн пăтă пăсăлмасть

килограмм

сущ.муж., множ. килограммы
килограмм (йывăриш виçи, 1000 грамм); купить килограмм сахару пĕр килограмм сахăр туян; пойманная рыба потянула полтора килограмма тытнă пулă кило çурă тайрĕ

климат

сущ.муж.
климат (пĕр-пĕр вырăнти çанталăкăн яланхи уйрăмлăхĕсем); континентальный климат континентла климат (çулла шăрăх, хĕлле шартлама сивĕ пулаканни); умеренный климат виçеллĕ климат; здоровый климат сывлăхшăн усăллă климат

кое-какой

местоим. неопр.
вăл-ку, хăш-пĕр; купить кое-каких товаров вăл-ку тавара туйан

колебаться

глаг. несов.
1. 1 и 2 л. не употр. (син. раскачиваться) суллан, чӳхен, вылян, силлен; пламя колеблется от ветра çулăм çилпе вылянать
2. (син. сомневаться) иккĕлен, хăюсăрлан, иккĕленсе тăр; ничуть не колеблясь пĕр иккĕленсе тăмасăр ♦ цены на рынке колеблются пасарти хаксем улшăнса тăраççĕ

колодка

сущ.жен.
1. калăп; сапожная колодка атă калăпĕ
2. (син. основа, остов) калăп, кăшкар; колодка рубанка сава калăпĕ; колодка хомута хăмăт клещи ♦ орденская колодка орден планкисем; на одну колодку каснă лартнă, пĕр пек

комиссия

сущ.жен.
1. комисси (пĕр-пĕр ĕç тума уйăрнă ушкăн); комиссия по трудовым спорам ĕçри тавлашусен комиссийĕ; избирательная комиссия суйлав комиссийĕ
2. комисси (тавар сутта илни); сдать вещи на комиссию япаласене сутма пар

комитет

сущ.муж.
комитет (пĕр-пĕр ĕçе ертсе пыракан орган); профсоюзный комитет профсоюз комитечĕ; исполнительный комитет ĕç тăвакан комитет; комитет солдатских матерей салтак амăшĕсен комитечĕ

коммутатор

сущ.муж.
коммутатор (электричество приборĕсене, сăм., телефонсене пĕр-пĕринпе çыхăнтармалли хатĕр)

комод

сущ.муж.
комод (пĕр-пĕрин çине вырнаçтарнă ещĕксенчен тăракан пĕчĕк шкап); хранить бельё в комоде кĕпе-йĕме комодра усра

композиция

сущ.жен.
1. тытăм (кăткăс япалан пайĕсем пĕр-пĕринпе шайлашса тăни); композиция романа роман тытăмĕ
2. композици (кăткăс тытăмлă ӳнер хайлавĕ); скульптурная композиция скульптура композицийĕ
3. композици, хайлавлăх (кĕвĕ хывас ĕçĕн теорийĕ); класс композиции в консерватории консерваторири композици класĕ

конгресс

сущ.муж.
1. конгресс (пысăк пуху); международный конгресс историков историксен тĕнчери конгресĕ
2. конгресс (СШАра т. ыт. хăш-пĕр çĕршывсенче— парламент)

конкурент

сущ.муж., конкурентка жен.
тавçă, ăмăртуçă (пĕр ĕçре ыттисемпе ăмăртакан); фирмы-конкуренты пĕр-пĕринпе ăмăртакан фирмăсем

конструкция

сущ.жен.
конструкци, тытăм (çурт-йĕрĕн, машинăн пайĕсем пĕр-пĕринпе килĕшӳллĕ çыхăнса тăни); конструкция корабля карап констрӳкцийĕ

консульство

сущ.
сред. консульство (ют çĕршывăн пĕр-пĕр пайĕнчи дипломатсен представительстви); английское консульство в Санкт-Петербурге Санкт-Петербургри Акăлчан консульстви

конференция

сущ.жен.
конференци (пĕр-пĕр ыйтупа ирттерекен анлă пуху); партийная конференция парти конференцийĕ; научная конференция ăслăлăх конференцийĕ; избрать делегатов на конференцию конференцие делегатсем суйла

координировать

глаг. сов. и несов. (син. согласовывать)
çыхăнтар, килĕштер, çураçтар; координировать работу смежных предприятий пĕр-пĕринпе çыхăннă предприятисен ĕçне килĕштерсе пыр

копейка

сущ.жен., множ. копейки
пус; монета в двадцать копеек çирĕм пуслăх укçа ♦ копейка в копейку тĕп-тĕрĕс, шăп та лап; сидеть без копейки пĕр пус укçасăр лар; в копеечку влетело хакла ларчĕ; Копейка рубль бережёт посл. Пусшарăн тенкĕ пухăнать

корзина

сущ.жен.
карçинкка; корзина грибов пĕр карçинкка кăмпа; плести корзинку карçинкка авса ту

коробка

сущ.жен.
арча; коробка из-под печенья печени арчи; спичечная коробка шăрпăк арчи; подарить коробку конфет пĕр арча канфет парнеле

король

сущ.муж.
1. король (хăш-пĕр патшасен ячĕ); король Иордании Иордани королĕ
2. патша, король (карт вăййинчи кĕлетке)
3. король (шахматра — тĕп кĕлетке); шах королю короле тапăнни

корпус

сущ.муж., множ. корпусы и корпуса
1. (син. остов) кăшкар; корпус судна карап кăшкарĕ; часы в золотом корпусе ылтăн кăшкарлă сехет
2. (син. здание) çурт; больничные корпуса больница çурчĕсем
3. (син. туловище) кĕлетке, ӳт-пӳ; человек с крупным корпусом капмар кĕлеткеллĕ çын
4. корпус (çар пĕрлешĕвĕ); танковый корпус танк корпусĕ ♦ дипломатический корпус дипломатсен корпусĕ (пĕр-пĕр çĕршыври ют çĕршыв дипломачĕсем); депутатский корпус депутатсен йышĕ

коттедж

сущ.муж.
коттедж (хула çывăхĕнче пĕр çемье валли лартнă хăтлă çурт)

кринка

сущ.жен.
кăкшăм, чăм; кринка молока пĕр кăкшăм сĕт

крошка

сущ.жен.
тĕпренчĕк, вакланчăк; крошки хлеба çăкăр тĕпренчĕкĕ ♦ ни крошки нет пĕр тĕпренчĕк те çук

круг

сущ.муж., множ. круги
1. çавракăш, çаврашка, ункă; начертить циркулем круг циркульпе çавракăш ӳкер; дети встали в круг ачасем карталанса тăчĕç
2. кого или какой йыш, ушкăн, хутлăх, хушă; в кругу друзей туссем хушшинче ♦ круг обязанностей пур тĕрлĕ тивĕçсем (пĕр çыннăн); голова кругом идёт пуç анраса каять (ĕç-пуç нумаййипе)

кружка

сущ.жен.
курка; алюминиевая кружка алюмини курка; пивная кружка сăра курки; выпить кружку молока пĕр курка сĕт ĕç

куратор

сущ.муж.
куратор, асăрхавçă (пĕр-пĕр ĕçе асăрхаса тăма çирĕплетнĕ çын); куратор студенческой группы студентсен группин асăрхавçи

лекция

сущ.жен.
лекци (халăха, вĕренекенсене пĕр-пĕр ыйтупа каласа ăнлантарни); цикл лекций лекци ярăмĕ; слушать лекцию лекци итле

лета

сущ.множ.
1. см. год
2. (син. возраст) ӳсĕм, çул, çул-ӳсĕм; человек пожилых лет çулланнă çын; мы одних лет эпир пĕр çулхисем; на старости лет ватлăх çулĕнче

лимонад

сущ.муж.
лимонад (лимонлă ĕçме); бутылка лимонада пĕр кĕленче лимонад; пить лимонад лимонад ĕç

линейка

сущ.жен.
1. линейка (тӳрĕ планка); провести прямую по линейке линейкăпа тӳрĕ йĕр турт
2. (син. шеренга) йĕрке, рет; выстроиться в линейку ретĕн тăрса тух (пĕр-пĕринпе юнашар)
3. (син. сбор) линейка (стройра тăракансен уяв пухăвĕ); линейка по случаю открытия лагеря лагерь уçăлнă ятпа ирттернĕ линейка

литература

сущ.жен.
1. литература (сăмахпа сăнарлас ăсталăх); теория литературы литература теорийĕ
2. литература (илемлĕ сăмахлăх хайлавĕсем: поэзи, проза, драма); художественная литература илемлĕ литература; детская литература ача-пăча литератури
3. литература (пĕлӳлĕхĕн пĕр-пĕр енĕпе çырнă кĕнекесем); сельскохозяйственная литература ял хуçалăх литератури; политическая литература политика литератури; научно-популярная литература ăслăлăх саракан литература

лицо

сущ.сред.; множ. лица
1. пит, сăн-пит, пит-куç; круглое лицо çавра сăн-пит; мыть лицо пит çу; мне знакомо это лицо ку сăн-пите эпĕ пĕлетĕп
2. çын, этем; влиятельное лицо витĕмлĕ çын
3. сăпат (грамматикăра); третье лицо глагола глаголăн виççĕмĕш сăпачĕ ♦ на одно лицо каснă лартнă, пĕр сăнлă; показать товар лицом таварăн чăн пахалăхне кăтарт; к лицу килĕшет (тумтир); он лицом в грязь не ударит вăл намăс курас çук

лозунг

сущ.муж.
лозунг (пĕр-пĕр тĕллеве пурнăçлама чĕнекен сăмах çаврăнăшĕ)

магазин

сущ.муж.
1. магазин; продовольственный магазин апат-çимĕç магазинĕ; универсальный магазин универсаллă магазин
2. магазин (механизмăн пĕр йышши пайĕсене вырнаçтармалли арча); дисковый магазин çаврашка магазин; магазин ружья пăшал магазинĕ (патронсем кĕртсе хумалли)

мандарин

сущ.муж.
мандарин (цитрус йышши çимĕç, унăн йывăççи); купить килограмм мандаринов пĕр килограмм мандарин туян

марка

сущ.жен.
1. марка (конверт çине çыпăçтараканни); почтовая марка почта марки; коллекционировать марки марка пух
2. (син. клеймо) паллă, тăмха, клеме (тавар çине çапаканни); фабричная марка фабрика клеми
3. марка (Германире, Финляндире т. ыт. хăш-пĕр çĕршывсенче пулни укçа)

матрешка

сущ.жен.
матрёшка (вырăс тетти— пĕр-пĕрин ăшне кĕртсе лартакан хĕр кĕлеткисем)

мебельный

прил.
сĕтел-пукан -ĕ; мебельный магазин сĕтел-пукан магазинĕ; мебельный гарнитур сĕтел-пукан пуххи (пĕр пӳлĕмре е хваттерте лартмалли)

меняться

глаг. несов.
1. чем с кем улăштар, ылмаштар (пĕр-пĕринпе); меняться книгами кĕнеке ылмаштар
2. улшăн, урăхлан, расналан; жизнь быстро меняется пурнăç хăвăрт улшăнса пырать

мешок

сущ.муж.
михĕ, мишук; мешок из-под сахара сахăр миххи; мешок овса пĕр михĕ сĕлĕ ♦ спальный мешок çывăрмалли мишук (ăшă тытакан, тачă хупăнакан кипке)

миг

сущ.муж. (син. мгновение, момент)
самант; в один миг пĕр самантра

мнение

сущ.сред.
шухăш; высказать своё мнение харпăр шухăшне кала; обмен мнениями пĕр-пĕрин шухăшĕсемпе паллашни

мокша

сущ.муж. и жен.
мăкшă, мăкшăсем (мордва халăхĕн пĕр пайĕ); язык мокша мăкшă чĕлхи; селения мокши мăкшă ялĕсем

момент

сущ.муж. (син. миг, мгновение)
самант; благоприятный момент майлă самант; сделать в один момент ĕçе пĕр самантрах ту; в данный момент хальхи вăхăтра

монография

сущ.жен.
монографи (пĕр ыйтăва теплĕн çутатса паракан тĕпчев ĕçĕ, кĕнеке)

монолог

сущ.муж.
монолог (пĕр çын ыттисене итлеме е хăй тĕлĕшшĕн сăмах калани); сценический монолог сцена çинчи монолог

монополист

сущ.муж.
1. монополист (пĕр-пĕр отрасльре монополипе усă куракан, конкуренцисĕр ĕçлекен); предприятия-монополисты монополист предприятисем
2. монополист (монополиллĕ капитал представителĕ, пуян капиталист)

монополия

сущ.жен.
1. монополи (пĕр-пĕр ĕç, отрасль пĕтĕмпех пĕр алăра пулни); государственная монополия патшалăх монополийĕ
2. монополи (капиталистсен пĕрлешĕвĕ); финансовые монополии укçа-тенкĕ монополийĕсем

наклонение

сущ.сред.
наклонени (глагол формисен пĕр тĕсĕ); изъявительное наклонение кăтарту наклоненийĕ; повелительное наклонение хушу наклоненийĕ

наравне

нареч.
1. пĕр тан, пĕр шай; самолёт летел наравне с облаками самолёт пĕлĕтсемпе пĕр шай вĕçсе пынă
2. пĕр пек, пĕр тан, пĕрешкел; дети работали наравне со взрослыми ачасем çитĕннисемпе пĕр тан ĕçленĕ

народ

сущ.муж.
1. халăх (пĕр çĕршывра пурăнакан çынсем); американский народ Америка халăхĕ, США халăхĕ
2. халăх (пĕр несĕлтен тухни, пĕр чĕлхепе калаçакан çынсем); чувашский народ чăваш халăхĕ; народы России Раççей халăхĕсем
3. халăх, çынсем, йыш; в зале много народу залра çын нумай; делать работу всем народом ĕçе пĕтĕм йышпа ту

наряду

нареч.
1. (син. наравне, одинаково) пĕр тан; подростки работают наряду со взрослыми çамрăксем аслисемпе тан ĕçлеççĕ
2. с кем-чем , предлог с твор.п. (син. вместе, одновременно) пĕр вăхăтрах; -па(-пе) пĕрлех; наряду с этим кунпа пĕрлех

наследник

сущ.муж., наследница жен.
еткерçĕ, тĕпкĕч (еткере пурлăх илсе юлакан); он единственный наследник родителей вăл ашшĕ-амăшĕн пĕртен-пĕр еткерçи

нация

сущ.жен.
наци (пĕр çĕрте тачă çыхăнса, пĕр чĕлхепе калаçса пурăнакан халăх); Организация Объединённых Наций Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ

некий

муж., некая жен., некое сред.; множ. некие местоим. неопред. (син. какой-то)
темĕнле, пĕр, пĕрскер, теплескер; Тебя искал некий мужчина Сана темĕнле арçын шыратчĕ

некоторый

местоим. неопр.
1. (син. какой-то) темĕнле; некоторым образом темĕнле майпа
2. (син. отдельный) хăш-пĕр, хăш-хăш; в некоторых селениях хăш-пĕр ялсенче

непрерывный

прил., непрерывно нареч.
вĕçĕмсĕр, тăхтавсăр, пĕр вĕçĕм, татти-сыпписĕр; непрерывный стаж работы татти-сыпписĕр ĕç стажĕ; непрерывно идут дожди пĕр вĕçĕм çумăр çăвать

ни

1. частица усилит. та (те); ни один человек пĕр çын та; на небе ни облачка тӳпере пĕр пĕлĕт те çук
2. ни... ни союз повторяющийся ни... ни; та (те); ни взад ни вперёд ни каялла ни малалла; ни туда ни сюда унта та кунта та кайма çук

норма

сущ.жен.
1. йĕрке; нормы поведения харпăр хăйне тыткаламалли йĕрке
2. виçе, ĕç виçи; дневная норма пĕр кун виçи; выполнить норму ĕç виçине пурнăçла

нота

2. сущ.жен.
нота (пĕр çĕршыв правительстви теприне официаллă йĕркепе паракан çыру)

общество

сущ.сред.; множ. общества
1. общество (пĕр тапхăрта, пĕр-пĕринпе çыхăнса пурăнакан çынсен йышĕ); феодальное общество феодализм обществи
2. (син. объединение) пĕрлешӳ; спортивные общества спорт пĕрлешĕвĕсем; общество любителей книги кĕнеке юратакансен пĕрлешĕвĕ

один

муж.
1. числит. колич. пĕр, пĕрре; один стул пĕр пукан; один раз пĕр хут; один да один будет два пĕрре çумне пĕрре хушсан иккĕ пулать
2. местоим. неопред. (син. некий, какой-то) пĕр, темле, темĕнле; тебя искал один человек сана пĕр сын шыратчĕ
3. прил. (син. одинокий) пĕччен; он остался совсем один вăл пĕр-пĕччен тăрса юлнă
4. местоим. определит. кăна, çеç; в классе одни девочки класра хĕр ачасем кăна
5. прил. (син. единый) пĕр пĕтĕм, пĕрлĕхлĕ; племена слились в один народ йăх-ăрусем пĕр пĕтĕм халăха пĕрлешрĕç ♦ один за другим пĕрин хыççăн тепри; все до одного пĕр çын юлми, пурте; ни один никам та; один на один куçа-куçăн; одно из двух иккĕшĕнчен пĕри

одинаковый

прил. (син. идентичный; ант. разный), одинаково нареч.
пĕрешкел, пĕр пек, пĕр евĕрлĕ; одинаковые дома пĕр евĕрлĕ çуртсем; одеваться одинаково пĕр пек тумлан

одиннадцать

числит. колич.
вун пĕр; уже одиннадцать часов вун пĕр сехет çитнĕ ĕнтĕ

одновременный

прил., одновременно нареч.
пĕр вăхăтри; пĕр вăхăтра, пĕр çĕрле, пĕрле; два одновременных явления пĕр вăхăтри икĕ пулăм; одновременно с этим çавăнпа пĕрлех

однокомнатный

прил.
пĕр пӳлĕмлĕ; однокомнатная квартира пĕр пӳлĕмлĕ хваттер

однообразный

прил., однообразно нареч.
пĕрешкел, пĕр евĕрлĕ, пĕр тĕрлĕ, пĕр тĕслĕ; однообразный ландшафт пĕр евĕрлĕ çĕр пичĕ

одноразовый

прил.
пĕр хутлăх, пĕррелĕх; одноразовый шприц пĕррелĕх шприц

односельчанин

сущ.муж., односельчанка жен., множ. односельчане
пĕр ялсем, хамăръял; мы с ним односельчане эпир унпа хамăръялсем

односложный

прил.
1. пĕр сыпăклă; односложные слова пĕр сыпăклă сăмахсем
2. (син. лаконичный, короткий) кĕске; односложный ответ кĕске хурав

одноэтажный

прил.
пĕр хутлă; одноэтажный дом пĕр хутлă çурт

округ

сущ.муж., множ. округа
округ (пĕр-пĕр паллăпа уйăрса çирĕплетнĕ çĕрсем); автономный округ автономиллĕ округ; федеральный округ федераллă округ; военный округ çар округĕ; избирательный округ суйлав округĕ

омоним

сущ.муж.
омоним (пĕр пек сасăсенчен тăракан, анчах пĕлтерĕшĕпе пачах ăрасна сăмахсенчен пĕри, тĕслĕхрен: çĕр «земля» — çĕр «сто» — çĕр «гнить»)

опоздать

глаг.
кая юл, юлса пыр, юлса çит; поезд опоздал на час поезд пĕр сехет юлса çитрĕ

опыт

сущ.муж.
1. (син. навыки, умение) опыт, пĕлу, хăнăху; жизненный опыт пурнăçа пĕлни; приобрести опыт пĕлӳ-хăнăху туян; обмен опытом работы пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашни
2. (син. эксперимент) опыт, сăнав, тишкерӳ; сăнани, тишкерни; химический опыт хими опычĕ; произвести опыт сăнав ту

ордер

сущ.муж., множ. ордера
ордер (пĕр-пĕр ĕç тума хушакан е ирĕк паракан хут); ордер на квартиру хваттер ордерĕ; ордер на обыск ухтармалли ордер

от

ото предлог с род. п.
1. указывает на исходную точку чего-либо (ант. к, ко) патĕнчен, çумĕнчен; -ран (-рен); -тан (-тен); лодка отплыла от берега кимĕ çыран патĕнчен ишсе кайрĕ; от Канаша до Чебоксар Канашран Шупашкара çити
2. указывает на источник чего-либо -ран (-рен), -тан (-тен); узнать от товарища юлташран пĕл
3. указывает на целое, которому принадлежит часть: -тан (-тен), -ран (-рен), … -и; отрезать ломоть от каравая çăкăртан пĕр чĕлĕ касса ил; это пуговица от пальто ку вăл пальто тӳми
4. указывает на причину чего-либо пирки; -па (пе); петь от радости савăннипе юрла
5. указывает на противопоставление предметов -ран (-рен), -тан (-тен); отличать добро от зла ыррине усаллинчен уйăр ♦ время от времени хушăран; день ото дня кунран-кун; газета от вчерашнего числа ĕнерхи хаçат; лекарство от гриппа грипп эмелĕ

отряд

сущ.муж.
отряд (пĕр тĕллевпе пĕрлешнĕ ушкăн); партизанский отряд партизан отрячĕ; отряд геологов геологсен отрячĕ; командир отряда отряд пуçлăхĕ

отчасти

нареч. (ант. полностью)
хаш-пĕр таран; ты отчасти прав эсĕ хăш-пĕр таран тĕрĕссине калатăн

охапка

сущ.жен.
çĕклем, ытам; охапка сена пĕр çĕклем утă; взять в охапку ытамласа ил

очко

сущ.сред.; множ. очки
очко (вăйăри виçе, шут); выиграть лишнее очко пĕр очко ытларах выляса ил ♦ втирать очки куç пăв, ултала

панцирь

сущ.муж.
1. тимĕр тум (ĕлĕкхи салтаксен)
2. хупă, витĕ, витĕм (хăш-пĕр чĕр чунсен); панцирь черепахи тимĕр шапа хуппи

пара

сущ.жен.
1. мăшăр; пара сапог пĕр мăшăр атă
2. мăшăр (упăшкипе арăмĕ); счастливая пара телейлĕ мăшăр; без пары мăшăрсăр, хăрах
3. (син. два) икĕ, иккĕ, мăшăр; пара тетрадей икĕ тетрадь; запрячь пару лошадей пар лаша кӳл ♦ пара пустяков ним те мар; два сапога пара çӳпçипе хупăлчи; позвать на пару слов пĕр-икĕ сăмах калаçса илме чĕн

параллельный

прил., параллельно нареч.
1. (ант. перпендикулярный) параллельлĕ (юнашар тăсăлса выртакан); параллельные линии параллельлĕ йĕрсем
2. (син. одновременный, сопутствующий) пĕрлехи, пĕр вăхăтри; параллельно со строительством домов ведётся их газификация çуртсене лартнипе пĕрлех вĕсене газ кĕртеççĕ

партия

сущ.жен.
1. парти (политика организацийĕ); социал-демократическая партия социал-демократсен партийĕ; либерально-демократическая партия либерал-демократсен партийĕ; коммунистическая партия коммунистсен партийĕ
2. парти, ушкăн (пĕр ĕçри çынсен пĕрлешĕвĕ); поисковая партия шырав ушкăнĕ; партия спасателей çăлавçăсен ушкăнĕ
3. ушкăн; поступила новая партия товаров таварăн çĕнĕ ушкăнĕ килсе çитрĕ
4. парти, вăйă; сыграть партию в шахматы шахматла пĕр вăйă выля
5. парти, роль; партия скрипки сĕрме купас партийĕ; спеть партию Онегина Онегин ролĕнче юрла

патент

сущ.муж.
1. патент (хайлавçăн прависене çирĕплетекен хут)
2. патент (пĕр-пĕр ĕç ĕçлеме е суту-илӳ тума право паракан хут); получить патент на торговлю суту-илӳ тума патент ил

печенье

сущ.сред.
печени; пачка печенья пĕр пачка печени; пить чай с печеньем печенипе чей ĕç

пики

сущ.множ.
пики, курак (карт вăййинчи пĕр тĕс); десятка пик курак вуннă

плавный

прил. (син. мерный; ант. резкий), плавно нареч.
тикĕс, меллĕ, виçеллĕ, ярăнчăк; плавный танец ярăнчăк ташă; идти плавно пĕр тикĕс утса пыр

по

предлог, употр. с разными падежами
1. при указании на место действия тăрăх, çинче; -ра (-ре); -па (-пе); гулять по саду садра уçăлса çӳре; идти по дороге çулпа пыр
2. при указании на вид деятельности енĕпе, тĕлĕшпе; -па (-пе); проводить занятия по музыке кĕвĕ-юрă занятийĕсем ирттер
3. при указании на средство действия тăрăх; -па (-пе); передавать по радио радиопа пар
4. при указании на количество распределяемых предметов -шар (-шер); выдать по тысяче рублей пĕрер пин тенкĕ алла пар, пĕр пиншер тенкĕ укçа пар
5. при указании на время действия -сан (-сен); -чен; -серен; по вечерам каçсерен; по десятое июня çĕртме уйăхĕн вуннăмĕшĕччен; по возвращении домой киле таврансан ♦ дел по горло ĕç мăй таран; по весне çуркунне; это не по мне ку мана юрамасть; стало не по себе лайăх мар пулса кайрĕ, кăмăл пăсăлчĕ

подчинение

сущ.сред.
1. пăхăну; пăхăнни; находиться в подчинении пăхăнса тар
2. (ант. сочинение) пăхăну, пăхăнулăх (грамматикăра — пĕр сăмах форми тепринчен килни)

полено

сущ.сред.; множ. поленья
вутă сыппи, пуленке; подбросить в печь пару поленьев кăмакана пĕр-икĕ сыпă вутă парах

полюс

сущ.муж., множ. полюса и полюсы
1. полюс (Çĕр чăмăрĕн çаврăну тĕнĕлĕ тухакан тĕлсенчен пĕри); Северный полюс Çурçĕр полюсĕ; Южный полюс Кăнтăр полюсĕ
2. полюс (электричество ярăмĕн пĕр вĕçĕ); положительный полюс пурлă полюс; отрицательный полюс çуклă полюс

понять

глаг. сов.
ăнлан, ăнланса ил, ăса хыв; понять друг друга пĕр-пĕрне ăнлан; дать понять систер

постоянный

прил., постоянно нареч.
яланхи, ялан, тăтăш, пĕр вĕçĕм; постоянная работа яланхи ĕç; он постоянно ворчит вăл пĕр вĕçĕм мăкăртатать

похожий

прил., похоже нареч.
1. с кем и на кого-что пек, евĕрлĕ; -шкал (-шкел); отец с сыном похожи ашшĕпе ывăлĕ пĕр сăнла; похожий на тебя санашкал, сан евĕрлĕ
2. похоже вводн. сл. туйăнать, пулмалла; похоже, он не придёт вăл килмест пулмалла

прилив

сущ.муж.
шыв хăпарни (Уйăх туртăмĕпе тинĕс çырăнне шыв илни) ♦ прилив сил вăй хушăнни; прилив крови юн капланни (ӳтĕн пĕр-пĕр пайне)

принести

глаг. сов.
1. йăтса кил, çĕклесе кил; принести вязанку дров пĕр çĕклем вутă йăтса кил
2. пар, кӳр; яблоня принесла много плодов улмуççи çимĕç нумай пачĕ ♦ принести пользу усă кӳр, усса кил; принести извинения каçару ыйт; принести клятву тупа ту

приход

2. сущ.муж.
прихут (пĕр чиркĕве çӳрекен халăх)

прожиточный

прил.: прожиточный минимум пурăнмалăх мĕн кирли (пĕр çыннăн чи кирлĕ нушисене тивĕçтермелĕх укçа)

просвира

сущ.жен., множ. просвиры
просвир (православи чиркĕвĕн хăш-пĕр йăлисенче усă куракан пĕчĕк кулач)

протокол

сущ.муж.
1. протокол (пухура калаçнисене çырнă хут)
2. протокол (пĕр-пĕр ĕçе çирĕплетекен акт); милицейский протокол милици протоколĕ

пункт

сущ.муж.
1. пункт (пĕр-пĕр тĕллевпе усă курма уйăрнă вырăн); наблюдательный пункт сăнав пункчĕ; населённые пункты хула-ял; медицинский пункт медицина пункчĕ
2. пункт (текстăн уйрăм сыпăкĕ); договор из десяти пунктов вунă пунктран тăракан килĕшӳ

равенство

сущ.сред.
1. танлăх, шайлăх, пĕр виçелĕх; равенство сил вăйсен танлăхĕ; знак равенства танлăх палли (=)
2. пĕртанлăх; социальное равенство социаллă пĕртанлăх

равный

прил.
тан, пĕр тан; разделить на равные доли таншар пая пайла; все равны перед законом саккун умĕнче пурте пĕр тан

репертуар

сущ.муж.
1. репертуар (театрта пĕр-пĕр тапхăрта лартакан спектакльсем)
2. репертуар (артист вылякан ролъсем, кĕвĕçĕ калакан хайлавсем)

рисковать

глаг. несов.
хатарлан, харсăрлан, теветкеллен; рисковать деньгами хатарланса укçа хыв (пĕр-пĕр шанчăксăр ĕçе)

ритм

сущ.муж.
ритм, çемĕ (сасăсем, хусканусем пĕр виçеллĕ ылмашса пыни); танец в ритме вальса вальс çеммиллĕ ташă

рифма

сущ.жен.
рифма (сăвă йĕркисен вĕçĕсем пĕр пек янрани); подобрать рифму рифма туп

ровный

прил., ровно нареч.
1. тикĕс, такăр, яка, тӳрĕ; ровная дорога такăр çул
2. пĕр тикĕс, пĕр тан; прясть нитку ровно çипе пĕр тан арла
3. лăпкă, пĕр виçеллĕ; ровный характер лăпкă кăмăл
4. нареч. шăп, шăп та лăп; ровно в шесть часов шăп ултă сехетре

род

2. сущ.муж., множ. рода
тĕс, евĕр; рода войск çар тĕсĕсем ♦ в некотором роде хăш-пĕр таран; всякого рода тĕрлĕ йышши; своего рода хăйне евĕрлĕ; грамматический род грамматика несĕлĕ (сăм., вырăс чĕлхинче)

родной

прил.
1. тăван, хурăнташлă, пĕр тăхăмлă; родной брат тăван пичче; гостить у родных тăвансем патĕнче хăналан
2. тăван, хамăр; çуралнă; родной край тăван ен; родной язык тăван чĕлхе

рой

сущ.муж., множ. рои
хурт йышĕ (пĕр вĕллери)

сват

сущ.муж.
1. евчĕ (хĕр çураçма янă арçын)
2. хăта (упăшкипе арăмĕн аслă тăванĕсем пĕр-пĕрне чĕнни)

сваха

сущ.жен.
1. евчĕ (хĕр çураçма янă хĕрарăм)
2. тăхлачă (упăшкипе арăмĕн аслă тăванĕсем пĕр-пĕрне чĕнни)

сдать

глаг. сов.
1. кого-что пар, тавăр, тавăрса пар; сдать книги в библиотеку кĕнекесене библиотекăна тавăрса пар
2. что тара пар; сдать квартиру на год хваттере пĕр çулталăклăх тара пар
3. что пар, тыт; сдать экзамен экзамен пар

семья

сущ.жен., множ. семьи
1. çемье, кил-йыш; член семьи çемьери çын; многодетная семья нумай ачаллă çемье; семья Петровых Петровсен кил-йышĕ
2. йыш, пуслăх, карта, ушкăн; семья волков пĕр пуслăх кашкăр; семья груздей кăрăç карти; пчелиная семья хурт йышĕ (пĕр вĕллери) ♦ семья языков хурăнташлă чĕлхесен йышĕ

сигарета

сущ.жен.
сигарет; пачка сигарет пĕр пачка сигарет

синоним

сущ.муж. (ант. антоним)
синоним (пĕр пек пĕлтерĕшлĕ сăмахсенчен пĕри, сăм.: лайăх — аван, çытар — минтер)

сквозняк

сущ.муж.
витĕр çил (пĕр алăкран, кантăкран теприне сывлăш туртăнни); простудиться на сквозняке витĕр çилпе шăнса пăсăл

скобка

сущ.жен.
скобка (текстăн пĕр пайне уйăрса илмелли паллă); круглые скобки çавра скобка; взять в скобки скобкăна хуп

слагаемое

сущ.сред.
хушăнаканни (пĕр-пĕрин çумне хушакан хисепсенчен пĕри)

слово

сущ.сред.; множ. слова
1. сăмах (чĕлхен тĕп пайĕ); производное слово иккĕмĕшле сăмах; значение слова сăмах пĕлтерĕшĕ; заимствовать слова сăмахсем йышăн (урăх чĕлхесенчен)
2. (син. выступление) сăмах, тухса калани; взять слово на собрании пухура сăмах ил ♦ понять без слов сăмахсăрах ăнлан; свобода слова сăмах ирĕклĕхĕ; дать слово сăмах пар, тума пул; сказать к слову сăмах май кала; одним словом вводн. сл. пĕр сăмахпа каласан

сниться

глаг. несов.
тĕллен, тĕлĕкре курăн; всё время снится один и тот же сон пĕрмай пĕр тĕлек тĕлленет

соединить

глаг. сов.
1. кого-что пĕрлештер, пĕр ту; соединить усилия вăйсене пĕрлештер
2. что сып, сыпăнтар, çыхăнтар; соединить трубы пăрăхсене сыпăнтар
3. кого-что с кем-чем çыхăнтар, çыхăну ту; соединить по телефону телефонпа çыхăнтар

соединиться

глаг. сов.
1. пĕрлеш, пĕр пул; фирмы соединились фирмăсем пĕрлешрĕç
2. 1 и 2 л. не употр. сыпăн, çыхăн; провода соединились пралуксем çыхăнчĕç
3. çыхăн, çыхăну йĕркеле; соединиться с Чебоксарами по телефону Шупашкарпа телефонпа çыхăн

соответствовать

глаг. несов.
килĕш, килĕшсе тăр, пĕр кил; товар соответствует требованиям стандарта тавар стандарт ыйтнипе килĕшсе тăрать

союзник

сущ.муж.,союзница жен.
союзник (пĕр-пĕрин майлă тăракан, пĕр-пĕрне пулăшакан); союзник в войне вăрçăри союзник

спонсор

сущ.муж.
спонсор, пулăшуçă; пулăшакан (пĕр-пĕр ĕç тума укçа парса); книга издана с помощью спонсоров кĕнекене спонсорсем пулăшнипе кăларнă

стучать

глаг. несов.
1. шакка, такка; кто-то стучит в дверь такам алăка шаккать
2. 1 и 2 л. не употр. тап, тапса тăр; сердце стучит ровно чĕре пĕр тикĕс тапать

сходство

сущ.сред.
пĕрешкеллĕх, пĕр пеклĕх

сын

сущ.муж., множ. сыновья и сыны
ывăл; старший сын аслă ывăл; у них два сына и дочь вĕçен икĕ ывăл та пĕр хĕр

такси

нескл.сред.
такси (пассажир илсе çӳрекен çамăл автомашина); маршрутное такси пĕр маршрут таксийĕ

технология

сущ.жен.
технологи (пĕр-пĕр ĕçри техника меслечĕсен системи); технология машиностроения машина тăвас ĕç технологийĕ

тёзка

сущ.муж. и жен.
аташ; они тёзки вĕсем аташсем (иккĕшĕ те пĕр ятли)

типовой

прил.
типлă (пĕр ĕлкепе, проектпа тунăскер); типовые дома типлă çуртсем

то

союз
1. употр. с условным знач. -сан (-сен); вара; если нужно, то пойдём кирлĕ пулсан кайăпăр
2. употр. при перечислении, противопоставлении пĕр …, пĕр ...; пĕрре …, тепре ...; то идёт снег, то льёт дождь пĕрре юр çăвать, тепре çумăр тăкать
3. а то, не то атту, унсăрăн; поторопитесь, а то опоздаете на автобус хыпаланăр, унсăрăн автобусран юлатăр

тот

указат. местоим.муж., та жен., то сред.
çав, çавă, леш, лешĕ, вăл; в том году вăл çул; он живёт вон в том доме вăл авă çав çуртра пурăнать ♦ не до того унпа аппаланма ерçӳ çук; вместо того чтобы союз -ас (-ес) вырăнне; и без того ахаль те, унсăр та; к тому же çитменнине; после того как -нă (-нĕ) хыççăн; до того как, перед тем как -иччен; более того унтан та ытларах; кроме того унсăр пуçне; не в том дело ĕç ун çинче мар; того и гляди кĕç-вĕç; ни с того ни сего пĕр сăлтавсăрах

точка

сущ.жен.
1. пăнчă; пата; точка с запятой пăнчăпа запятой; поставить точку пăнчă ларт (çырура)
2. тĕл, вырăн; самая высокая точка горы сăртăн чи çӳллĕ тĕлĕ; болевая точка ырăтакан вырăн
3. чикĕ; точка кипения вĕренин чикки (температура) ♦ торговая точка суту-илӳ вырăнĕ (магазин, киоск т. ыт.); бить в одну точку пĕр тĕллевпе вăй хур; точка в точку шап та лăп; с моей точки зрения ман шутпа

трава

сущ.жен., множ. травы
курăк; многолетние травы нумай çул ӳсекен курăксем; сорная трава çум курăк ♦ хоть трава не расти ик айкки те тăвайкки, пурĕ пĕр

тройка

сущ.жен.
1. виççĕ («3» хисеп)
2. виççĕ (вĕренӳри хаклав палли); у него нет ни одной «тройки» унăн пĕр «виççĕ» те çук

управление

сущ.сред.
1. кем-чем тытăм; тытни, тытса пыни; управление производством производствăна тытса пыни
2. управлени; строительное управление строительство управленийĕ
3. пăхăнтару; пăхăнтарни (грамматикăра — пĕр сăмах тепĕр сăмаха паллă падежа ларттарни)

факультет

сущ.муж.
факультет (аслă шкулăн пĕр тĕрлĕ кадрсем хатĕрлекен уйрăмĕ); физико-математический факультет физикăпа математика факультечĕ; факультет чувашской филологии и культуры чăваш филологийĕпе культури факультечĕ

ферма

сущ.жен.
1. ферма (пысăк хуçалăхăн пĕр йышши выльăх ĕрчетекен пайĕ); свиноводческая ферма сысна ферми; молочно-товарная ферма ĕне ферми
2. ферма (уйрăм çыннăн хресчен хуçалăхĕ)

флотилия

сущ.жен.
флотили (карапсен пĕр-пĕр çĕрти ушкăнĕ); Каспийская флотилия Каспи флотилийĕ

фунт

2. сущ.муж.
фунт (Акăлчанри, Египетри т. ыт. хăш-пĕр çĕршывсенчи укçа); английский фунт стерлингов Акăлчан стерлинг фунчĕ

футбол

сущ.муж.
футбол (командăсем пĕр-пĕрин хапхисене мечĕк тапса кĕртессишĕн ăмăртмалли вăйă); первенство по футболу футбол ăмăртăвĕ

хата

сущ.жен., множ. хаты
пӳрт (Украинăра, Белоруссире, Кăнтăр Раççейре); хата, крытая соломой улăм витнĕ пӳрт ♦ моя хата с краю погов. маншăн пурĕ пĕр, кунта ман ĕç çук

храмовой

прил:. храмовой праздник чиркӳ уявĕ (пĕр-пĕр чиркĕве ят панă çветтуй кунне уявлани)

целоваться

глаг. несов.
чупту (пĕр-пĕрне)

целый

прил.
1. (син. полный) тулли, пĕтĕм; мы работали целый день эпир кунĕпех ĕçлерĕмĕр
2. (син. значительный, большой) нумай, пысăк; решён целый ряд вопросов нумай ыйту татса панă
3. (син. невредимый) тĕрĕс-тĕкел, чипер; все вещи целы япаласем пурте чиперех
4. целое сущ.сред. пĕр пĕтĕмлĕх, пĕрлĕх; народ и армия — единое целое халăх тата çар пĕр пĕтĕм
5. целое число или целое тулли хисеп; пять целых три десятых пиллĕк тулли те виççĕ вуннăмĕш ♦ в общем и целом пĕтĕмлетсе каласан

цепной

прил.
сăнчăрлă; сăнчăрти; цепная передача сăнчăрлă çыхăну (машинăсенче); цепной пёс сăнчăрти йытă ♦ цепная реакция вĕçе-вĕç реакци (пĕр сыпăкран тепĕр сыпăка куçса пыраканни)

церковь

сущ.жен., множ. церкви
1. (син. религия, конфессия) чиркӳ, тĕн; православная церковь православи чиркĕвĕ; католическая церковь католик тĕнĕ, католицизм тĕнĕ
2. (син. храм) чиркӳ, кĕлĕ çурчĕ; соборная церковь тĕп чиркӳ (пĕр çĕрти чиркӳсенчен чи асли); деревянная церковь йывăç чиркӳ

цикл

сущ.муж.
1. (син. кругооборот) цикл, çаврăм; производственный цикл производство циклĕ (пĕр продукци тума кирлĕ пур тĕрлĕ ĕçсем); годовой цикл явлений природы çут çанталăк пулăмĕсен çулталăкри çаврăмĕ
2. (син. ряд, совокупность) ярăм, пухă; цикл стихов сăвă ярăмĕ

час

сущ.муж., множ. часы
1. сехет (60 минут); прошло три часа виçĕ сехет иртрĕ; поезд опоздал на час поезд пĕр сехет юлса килчĕ; Который час? Миçе сехет халĕ?
2. (син. пора, время) вăхăт, тапхăр; грозный час войны вăрçăн хăрушă тапхăрĕ; в вечерний час каçхи вăхăтра; часы отдыха кану вăхăчĕ ♦ академический час вĕренӳ сехечĕ (40 е 45 минут); В добрый час! Чипер кайăр!; с часу на час кĕç-вĕç

частый

прил. (ант. редкий), часто нареч.
1. (син. плотный, густой) тачă, йăвă, çăтă; чăтлăх; частая изгородь çăтă карта; частые заросли чăтлăх вăрман; частый гребень вĕтĕ тура
2. (син. близкий; ант. далёкий) çывăх, тăтăш; селения расположены часто ялсем пĕр-пĕринчен çывăх лараççĕ
3. (син. быстрый) хăвăрт, час-час; çине-çине; пульс у больного частый чирлĕ çыннăн юнĕ хăвăрт тапать; мы часто встречаемся эпир час-часах тĕл пулатпăр

часть

сущ.жен., множ. части
1. (син. доля; ант. целое) пай, тӳпе, валĕ; разделять на части пайла, вакла; часть огорода занята под картофель пахчан пĕр пайне çĕр улми йышăнать
2. (син. деталь) пай, хатĕр (ансатти); запасные части запас пайсем; разобрать велосипед на части велосипеда пайăн-пайăн сӳт
3. (син. раздел) пай, уйрăм, сыпăк; роман в трёх частях виçĕ пайлă роман
4. (син. отдел) пай, уйрăм (учрежденин); учебная часть института институтăн вĕренӳ пайĕ
5. часть (çарта); воинская часть çар чаçĕ; авиационные части авиаци чаçĕсем ♦ части света тĕнче пайĕсем (материксем тата вĕсем çывăхĕнчи утравсем); части речи пуплев пайĕсем; это не по моей части эпĕ ку ĕçпе çыхăнман

черви

сущ.множ.
червă (карт вăййинчи пĕр ӳкерчĕк тĕсĕ); десятка червей червă вуннă

через

предлог с вин. п.
1. урлă; витĕр; перейти через улицу урам урлă каç; поехать через лес вăрман витĕр кай; перепрыгнуть через забор карта урлă сиксе каç
2. пулашнипе; -ра (-ре); сообщить через газету хаçатра пĕлтер
3. иртсен; -ран (-рен); через неделю пĕр эрнерен ♦ через силу юлашки вăйран

честный

прил. (син. прямой, искренний, добросовестный), честно нареч.
тӳрĕ, тĕрĕс, таса чунлă, тӳрĕ кăмăллă; честный человек тӳрĕ кăмăлла çын; честно рассказать обо всём пĕр пытармасăр йăлтах каласа пар ♦ честное слово тупата, чăн калатăп

чужой

прил.
1. (ант. свой) çын -ĕ; ют; чужие вещи çын япалисем; жить на чужой стороне ют енче пурăн
2. (ант. близкий) ют, ютшăнчăк; вчерашние друзья стали чужими ĕнерхи туссем пĕр-пĕринчен ютшăнчĕç

шаблон

сущ.муж.
1. (син. лекало) ĕлке (чертёж тумалли, пусма тавар çĕлеме касмалли); кроить платье по шаблону ĕлкепе кĕпе кас
2. (син. трафарет) калăп, ĕлке, тĕслĕх; сочинение стихов по шаблону пĕр калăппа сăвă хывни

шаг

сущ.муж., множ. шаги
1. утăм, утас; сделать один шаг пĕр утăм ту; идти широким шагом вăрăм утасласа ут; на каждом шагу кашни утăмрах
2. (ант. бег) утă, утти, утăмлав; утăмлани, утаслани; лошадь идёт шагом лаша утса пырать; прибавить шагу васкарах ут
3. (син. действие, поступок) утăм, ĕç, тăвăм, хăтланăш; неосторожный шаг асăрханмасăр тунă ĕç

ширина

сущ.жен. (ант. длина)
сарлакăш, анлăш; ширина улицы урам сарлакăшĕ; в один метр ширины пĕр метр сарлакăш

шовинизм

сущ.муж.
шовинизм (пĕр нацие çӳле çĕклесе ыттисене ним вырăнне те хуманни)

штат

1. сущ.муж.
штат, йыш (пĕр çĕрте ĕçлекенсен); сокращение штатов штатсене чакарни

штука

сущ.жен.
япала, штук (пĕр пек япаласенчен пĕри); несколько штук сигарет темиçе сигарета ♦ Вот так штука! Ак япала! (тĕлĕнсе калани)

шум

сущ.муж.
шав, шăв-шав; двигаться без шума пĕр шавсăр куçса пыр; дети подняли шум ачасем шăв-шав çĕклерĕç

щепотка

щепоть сущ.жен.
чĕптĕм; щепотка соли пĕр чĕптĕм тăвар

экзамен

сущ.муж.
экзамен, тĕрĕслӳ (вĕреннине ыйтса тĕрĕслени); сдать экзамен по родному языку тăван чĕлхепе экзамен пар ♦ экзамен на мужество хăюлăха тĕрĕслени (пĕр-пĕр хăрушă лару-тăрура)

экземпляр

сущ.муж.
экземпляр (пĕр йышши нумай япаларан пĕри); крупный экземпляр бабочки уйрăмах пысăк лĕпĕш; два экземпляра книги икĕ кĕнеке (пĕр пекки)

экология

сущ.жен.
1. экологи (пĕр вырăнта пурăнакан ӳсен-тăрансемпе чĕр чунсен тата çут çанталăк хутлăхĕн çыхăнуллă тăрăмĕ); экология леса вăрман экологийĕ; проблемы экологии Чувашской Республики Чăваш Республики экологийĕн çивĕч ыйтăвĕсем
2. экологи (ӳсен-тăрансемпе чĕр чунсен çут çанталăкри çыхăнăвĕсене тĕпчекен ăслăлăх); экология животных чĕр чунсен экологийĕ; экология человека этем экологийĕ

экстренный

прил., экстренно нареч. (син. срочный, спешный)
васкавлă, кĕтевсĕр; экстренное сообщение васкавлă хыпар; мне нужно экстренно выехать манăн пĕр тăхтаса тăмасăр тухса каяс пулать

энциклопедия

сущ.жен.
энциклопеди (пур тĕрлĕ пĕлӳлĕхе е пĕр ăслăлăх ăнлавĕсене çырса кăтартакан сăмахсар); медицинская энциклопедия медицина энциклопедийĕ; Краткая чувашская энциклопедия Кĕске чăваш энциклопедийĕ

эрзя

сущ.муж. и жен.
ирçе (мордва халăхĕн пĕр юппи); селения эрзи ирçе ялĕсем

эстафета

сущ.жен.
эстафета (темиçе спортсмен пĕр-пĕрин хыççăн ылмашнă чухне алран алла япала парса ăмăртни); лыжная эстафета йĕлтĕрçĕсен эстафети

этнография

сущ.жен.
1. этнографи (пĕр-пĕр халăх пурнăçĕпе йăли-йĕрки)
2. этнографи (халăхăн пурлăхпа ăс-тăн культурине тĕпчекен ăслăлăх); чувашская этнография чăваш этнографийĕ

язык

сущ.муж.
1. чĕлхе (ӳт пайĕ); кончик языка чĕлхе вĕçĕ; лизать языком чĕлхепе çула; отварной язык пĕçернĕ чĕлхе (апат)
2. чĕлхе, калаçу, пуплев; язык и мышление чĕлхе тата шухăшлав; лишиться языка чĕлхесĕр пул, чĕлхене çĕтер
3. чĕлхе (пĕр-пĕр халăхăн); славянские языки славян чĕлхисем; чувашский язык относится к тюркским языкам чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен шутне кĕрет; изучать иностранные языки ют çĕршыв чĕлхисене вĕрен
4. чĕлхе (халăх пуплевĕн пĕр тĕсе); литературный язык литература чĕлхи; разговорный язык калаçу чĕлхи; язык Пушкина Пушкин чĕлхи ♦ держать язык за зубами шăла çырт, ан шарла; распустить язык чĕлхене ирĕке яр, ытлашши сӳпĕлтет; с языка сорвалось сăмах вĕçерĕнсе кайрĕ; язык без костей чĕлхен шăмми çук (ытлашши сӳпĕлтетни çинчен); язык не повернётся сказать калама чĕлхе çаврăнмасть; на языке вертится чĕлхе вĕçĕнчех (калас сăмах); вкусно — язык проглотишь питĕ тутла — чĕлхӳне çăтса ярăн; язык программирования программăлав чĕлхи (компьютер ĕçĕнчĕ)

Вырăсла-чăвашла словарь (1972)

абсолютизм

м н. н е т абсолютизм (самодержави, патшалăхри аслă влаçа пĕр çын хăй ирĕкĕпе тытса тăни).

абсолютный

абсолютлă; абсолютная истина абсолютлă чăнлăх; абсолютная величина абсолютлă (плюссăр; минуссăр илнĕ) пысăкăш; абсолютная высота абсолютла çӳллĕш, пĕр-пĕр вырăн тинĕс шайĕнчен мĕн чухлĕ çӳллине кăтартакан виçе; абсолютный чемпион абсолютлă чемпион (ăмăртура пуринчен ытларах очко пухнă, чи мала тухнă спортсмен).

авария

авари (пĕр-пĕр механизм, машина ĕçленĕ хушăра е çӳрене вăхăтра çăмĕрелсе кайни).

автономия

автономи (пĕр-пĕр облаçа хăйĕн законĕсемпе тытса тăма тата хăйен правительство органĕсене тума панă ирĕк).

автор

автор (кĕнеке е искусство произведенийĕ çыракан; пĕр-пĕр çĕнĕ теори, япала шухăшласа кăларакан); автор проекта проект авторĕ.

агент

агент (пĕр-пĕр организацин е учреждедан ĕçĕсене туса тăракан çын, унăн представителĕ, пăр-пĕр организацин идеиисене, интересĕсене пурнăçласа пыракан çын е общество),

агентура

м н. н е т агентура (1. агент ĕçĕ; 2. пĕр-пĕр учрежденин мĕнпур агенчĕсем; пĕр-пĕр организацин идейисене, интересĕсене пурнăçласа пыракан çынсем).

агрессия

агресси (пĕр-пĕр патшалăх ют çĕршыва туртса илесшĕн, халăхне ирĕксĕр пăхăнтарасшăн ун çине хĕçпăшаллă вăйпа тапăнни).

администратор

администратор (пĕр-пĕр ĕçе йĕркелесе ертсе пыракан çын).

адрес

адрес (1. конверт çине е посылка çине ăçта, кам патне ямаллине кăтартса çырни; 2. пĕр-пĕр çын ăçта пураннине ĕ пĕр-пĕр организаци е учреждени ăçтине кăтартни; 3. пĕр-пĕр çынна унăн пурнăçĕнчи паллă «унта, сăмахран, юбилей куненче, обществăшăн паха ĕçсем тунăшăн тав туса ларакан саламлă хут); обращаться не по адресу йăнăш (урăххи вырăнне хурса); по чьему-либо адресу кам çинчен те пулин.

азбука

азбука (1. пĕр-пĕр чĕлхери саспаллисен ушкăнĕ; 2. пĕр-пĕр наукăн пуçламăш, ансат пĕлевĕсем).

аккомпанемент

мн. н е т аккомпанемент (юрланă чухне пĕр-пĕр музыка инструменчĕпе каласа пулăшса пыни).

аккорд

аккорд (пĕр вăхăтра темиçе сасă пĕрлешсе килĕшӳллĕ янрани).

аккредитив

акредитив (пĕр кредит учрежденийĕ тепĕр кредит учрежденине кама та пулин укçа тулеме хушса çырнă документ).

акт

акт (1. пĕр-пĕр уйрăм ĕç туни; 2. мĕне те пулин ĕнентерекен документ; составить акт акт çыр; 3. аслă шкулсенчи савăнăçлă пуху).

акционер

акционер (пĕр-пĕр акционерлă предприятие, унăн акцийĕсене тытса тăранан çын, капиталист).

алиби

н е с к л. с р. алиби (пĕр-пĕр преступлени пулнă чух çавăншăн айăпланакан çын çав вырăнта пулманни).

аллитерация

аллитераци (поэзире сăмахсене пĕр сасăпа пуçласа пыни: хĕрлĕ-хĕрлĕ пĕрлĕхен, хĕрелесси хĕвел кун).

алфавит

алфавит, азбука (пĕр-пĕр чĕлхери саспаллисен йĕрки, çав саспаллисен пĕтĕмĕшĕ).

амальгама

амальгама (1. пĕр-пĕр меттала ртутьпе хутăштарни; 2. тĕрлĕ япаласене: пĕрле хутăштарни).

амёба

амёба (пĕр клеткăллă чи ансат чĕрчун).

амортизация

амортизаци (пĕр-пĕр машина е урăх япала кивелсе пыныне унăн хакĕ майĕпен чакса пыни).

аналогичный

пĕрешкел, пĕр евĕрлĕ, пĕр пек.

аналогия

аналоги (явленисем, япаласем, ăнлавсем хушшинчи пĕрпеклĕх, пĕр-пĕрпеклĕх тӳрĕ килни).

анахронизм

анахронизм (1. историре пулнă ĕççене хронолиги тĕлĕшĕнчен пăтрăштарни; пĕр саманра пулнă событие тепĕр саманара пулнă пек катăртни; 2. кивĕ пурнăç йăли-йĕркисем).

анестезия

м н. н е т анестези (ыратнине, пĕр-пĕр урăх япала сĕртĕннине сисми, туйми пулни).

ансамбль

м ансамбль (1. пĕр пĕтĕмĕшлĕ япалан пайĕсем килĕшӳллĕ, йĕркеллĕ майлашăнса тăни; архитектурный ансамбль архитектура ансамблĕ; 2. драма е музыка пьесине вылякансен йышĕ; Ансамбль песни и пляски Советской Армии Совет Çарĕн юрăпа ташă ансамблĕ).

антагонизм

м н. н е т антагонизм (хиреçлĕх, интерессем пĕр-пĕринпе хирĕçни); классовый антагонизм в капиталистических стран обостряется капитализм çĕршывĕсенче класс хирĕçĕвĕсем çивĕчленсе пыраççĕ.

анти

анти (хирĕç, пĕр-пĕр ăнлава хирĕçле тенине пĕлтерме самахсем умне лартакан приставка).

антипод

антинод, антиподсем (1. çĕр чăмăрĕн икĕ енче пĕр-пĕрне тĕлме-тĕл, хирĕç вырăнсенче пурăнăкансем; 2. шухăш-кăмăлĕпе пĕр-пĕрне хирĕçле çынсем).

антиподы

антинод, антиподсем (1. çĕр чăмăрĕн икĕ енче пĕр-пĕрне тĕлме-тĕл, хирĕç вырăнсенче пурăнăкансем; 2. шухăш-кăмăлĕпе пĕр-пĕрне хирĕçле çынсем).

антракт

антракт (театрта пьесăн пĕр пайне (актне) (вылянă хыççăн е концертăн пĕр пайĕ хыççăн тепĕр пайне кăтартма пуçлас умĕнхи пушă, канмалли вăхăт).

апологет

апологет (пĕр-пĕр вĕрентĕве виçесĕр, ытлашши ырласа хӳтĕлекен).

апология

апологи (кама та пулин е пĕр-пĕр вĕрентĕве ытлашши ырласа хӳтĕлени).

апостол

апостол (1. христиансен мифологийĕнче — Христосăн вĕренекенĕ, унăн вĕрентĕвне саракан; 2. пĕр-пĕр идейăна хӳтĕлекен, ăна саракан).

аппарат

аппарат (1. пĕр-пĕр ĕç тумалли прибор, хатĕр; телефонный аппарат телефон аппарачĕ; 2. организмра пĕр йышши ĕç туса тăракан шалти органсем; дыхательный аппарат сывламалли аппарат; 3. государствăн е хуçалăхăн пĕр-пĕр ĕçне туса тăракан учрежденисем).

ар

ар, çĕр виçи, пĕр арта 100 тăваткал метр;. 100 ар— пĕр гектар.

аргумент

аргумент (пĕр-пĕр положени тĕрĕссине çирĕплетсе паракан тепĕр положени).

аристократия

м н. н е т аристократи (1. власть чи чаплă дворянсемпе пуянсен аллинче тăракан патшал ăх йĕрки; 2. дворянсен пуян, чи чаплă йăхлă пайĕ; 3. п е р е н. пĕр-пĕр обществăн уйрăммăнах паллă вырăн йышăнса тăракан çӳлти сийĕ).

арматура

арматура (1. пĕр-пĕр машинăн, аппаратăн приборĕсемпе тĕрлĕрен пайĕсем; 2. элекстричество çути кĕртмешкĕн кирлĕ хатĕрсем; 3. тимĕр-бетон çуртсен тимĕртен хывакан никĕсĕ).

артист

артист (1. искусство произведенийăсене халăх умĕнче ăста выляса е юрласа, е ташласа кăтартакан çын; 2. пĕр-пĕр ĕçе питĕ ăста тăвакан çын).

архив

архив (1. кивĕ документсене упракан учреждени; 2. учрежденин е пĕр-пĕр çынăн иртнĕ ĕçĕсенче пухăнса пынă пĕтĕм хутсем, алçырăвесем).

архипелаг

архипелаг (пĕр-пĕрне çывăх тăракан, утравсен ушкăнĕ).

аршин

аршăн (1. вăрăмăш виçи — 0,71 м; 2. пĕр аршăн тăршшĕ виçмелли линейка, планка; мерить на свой аршин (п е р е н.) мĕне те пулин хăвăн куçупа пăхса çеç, пĕр енлĕн, тĕрĕс мар хакла).

аспект

аспект (пĕр-пĕр япала, явлени çине мĕнле пăхни, ăна мĕнле ăнланни).

ассигновать

-ную, ч т о, с о в. и н е с о в. пĕр-пĕр ĕç, валли мĕн чухлĕ укçа кирлине малтанах кăтартса хур, ăна сметăна кĕрт.

ассонанс

ассонанс (1. сасăсем пĕр пек янăраса килĕшӳллĕ илтĕнни; 2. тулли мар рифма, уçă сасасем анчах рифмăланни).

ассортимент

ассортимент (пĕр йышши таварăн тĕрлĕ сорчĕсем).

ассоциация

ассоциаци (1. пĕрлешӳллĕ союз, общество; 2. пуçра тĕрлĕ представленисем тĕрлĕ майпа пĕр-пĕринпе çыхăнса тăнн, пĕри аса килсен, теприне те аса илни).

атавизм

м н. н е т атавизм (авалхи аслашшĕсен пĕр-пĕр палли темиçе сыпăкран çав йăхри çыннăн ӳт-пĕвĕнче палăрни).

аттестация

аттестацилени (пĕр-пĕр орган ĕçлеме чарăнни, хăрса ларни).

атташе

м н е с к л. атташе (посольство çумĕнче пĕр-пĕр ыйтусем тĕлĕшпе ĕçлекен çын, специалист).

аттестация

аттестацилени (пĕр-пĕр çын службăра мĕнле ĕçленнне кăтартса пани).

гармония

гармони (1. илемлӗ, килӗшӳллӗ илтĕнни; япалан пайӗсем пĕр-пӗринпе килӗшӳллӗ, ҫыпӑҫуллӑ пулни).

глоток

-тка сыпкӑм, пĕр си (шыв).

годовщина

пĕр-пĕр ĕҫ пулнӑранпа ҫулталӑк тулнӑ кун; пятидесятая годовщина Великой Октябрьской социалистической революции Октябрь революцийӗ аллӑ ҫул тултарни.

граничить

-чу, -чишь с чем несов. 1. чикĕлен, чикӗленсе тӑр; 2. пӗр пекрех, пӗр евӗрлӗрех пул; это граничит с предательством ку вӑл сутӑннипе пĕр пекрехех.

график

график (1. пĕр-пӗр ӗҫ мӗнле аталанса пынине кăтартакан диаграмма; 2. ӗҫ планӗ; работать по графику графикпа (график тӑрӑх ӗҫле).

двуколка

икӗ кустӑрмаллӑ урапа, пĕр тӗнӗллӗ урапа.

девиз

девиз (пĕр-пӗр тӗп шухӑша, ӗмӗте кĕскен каласа пани).

декан

декан (аслӑ шкулта пĕр-пĕр факультета ертсе пыракан).

демилитаризация

демилитаризаци (пĕр-пӗр государствӑна хӑйӗн территорийӗ ҫинче ҫар промышленноҫӗпе хӗҫпӑшаллӑ ҫар тытма чарни).

день

дня кун, талӑк; рабочий день ӗҫ кунӗ; выходной день канмалли кун; день печати пичет кунӗ; Международный женский день Пĕтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунĕ; весь день яра куна, кун хута; день ото дня майӗпен, кунран-кун; со дня на день пӗр-пĕр ҫывӑх кун; изо дня в день пӗрмаях, кулленех; в течение дня кун каҫиччен, кун хута; на днях ҫак кунсенче; третьего дня виҫӗмкун; средь бела дня тӑп-тӑр кăнтăрла; через день кун сиктерсе; добрый день ырă кун пултӑр; порядок дня кун йӗрки (ларӑвӑн); в один прекрасный день пӗр-пӗр кун; герои наших дней пирӗн вӑхӑтри геройсем.

диспут

диспут (пĕр-пӗр наука ыйтӑвӗпе халӑх умĕнче тавлашни).

дневка

походра пӗр-пĕр вырӑнта пӗр кунлӑха чарӑнса тӑни.

дневной

1. кӑнтӑрлахи, кун ҫӳтипе тăвакан (ӗҫ); 2. пĕр кунхи; дневной заработок пӗр кунхи ĕҫ укҫи.

долбить

-блю, -бишь что несов. 1. ыр, ырала; чав чавала, шаккаса шӑтар; 2. ялан пĕр япала ҫинчен кала, пӗрмай аса илтер; 3. ӑнланмасӑр, сӑмаххисене ҫеҫ вӗренсе пыр.

должностной

должностное лицо пĕр-пӗр вырӑнта ӗҫлекен ҫын.

доработать

сов., дорабатывать несов. ӗҫлесе пӗтер, ӗҫлесе ҫитер, туса пӗтер; пĕр-пӗр палӑртнӑ вӑхӑтчен ӗҫле.

доступ

1. пӗр-пĕр ҫӗре кӗрсе тухмалли уҫӑ вырăн; 2. кӗме май пурри, кӗме пултарни, доступ воздуха в погреб нӳхрепе сывлӑш кӗме май пурри; 3. кӗртни, кӗме юрани; разрешён доступ в архив архива ӗҫлеме кĕртеҫҫӗ (кӗме ирĕк пани).

дромадер

пĕр курпӑнлӑ тӗве.

дуэль

дуэль (феодализм обществинче: икӗ ҫын пĕр-пĕринпе хӗç-пăшалпа ҫапӑҫни).

единоборство

мн. нет икӗ пĕр-пĕринпе хире-хирӗҫ тӑрса кӗрешни.

единовременный

пĕр хут ҫеҫ; единовременное пособие пӗр хут паракан пособи, пулӑшу.

единодушный

пӗр шухӑшлӑ, пӗрканашлӑ, пĕр кӑмӑллӑ.

единомышленник

пĕр каварлӑ, пӗр шухӑшлӑ, пĕр канашлӑ ҫын.

единоутробный

пӗр варта выртнӑ, пӗр амаран ҫуралнӑ, пӗртӑван, пĕр варлӑ.

единственный

пӗртен-пĕр (ывӑл), пӗрреллӗ (хисеп).

жезл

1. жезл (поездсем ҫӳренине йӗркелемелли хатĕр); 2. туя, пĕр-пӗр чина е звание кӑтартакан япала, хисеп туни; маршальский жезл маршал туйи.

житель

м. пӗр-пĕр ҫӗрте пурӑнакан ҫын; жители г. Чебоксар Шупашкарта пурӑнакан çынсем.

за

предл. с твор. и вин.; с тв. п.: за горами сӑрт (ту) хыҫĕнче; за оврагом ҫырма леш енче; за пазухой хӗвре; один вслед за другим пӗрин хыҫӗнчен тепри; идите за мной ман хыҫран пырӑр; читает книгу за книгой кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке вулать; сидеть за столом сĕтел хушшинче лар; стоять за станком станок умӗнче тӑр; идти за хлебом, за водой ҫӑкӑр илме, шыв ӑсма кай; смотреть за детьми ачасене пӑх, асту; за тобой еще две книги санра тата икӗ кӗнеке (юлчӗ); за истечением срока срок иртнĕ пирки; с вин. п.: выбросить за окно чÿречерен (кантӑкран) пӑрах; уже за полночь ӗнтӗ ҫур ҫӗр иртнӗ; ей далеко за сорок вӑл хӗрехрен те чылай иртнӗ ӗнтĕ; спрячь за пазуху хĕве чик; сесть за стол сӗтел хушшине кӗрсе лар; бери за руку алӑран тыт; веди за руку ҫавӑтса пыр; взялся за работу ӗҫе тытӑнчӗ; живет за десять километров от города хуларан вунӑ километрта пурӑнать; это можно сделать за час куна пӗр сехетре тума пулать; заработок за месяц уйăхри ӗҫ укҫи, пӗр уйӑхшӑн панӗ ӗҫ укҫи; работает за двоих ик ҫын чухлĕ ӗҫлет, икӗ ҫыншӑн ӗҫлет; ты будешь у нас за старшего эсӗ пирӗн хушӑмӑрта асли шутӗнче пулан; купить за рубль пĕр тенкĕ ил; бороться, за революцию революцишĕн кӗреш; за Родину Тӑван ҫӗршывшӑн; заступись за товарища юлташу хутне кӗр; вышла замуж за него ӑна качча тухрӗ.

забегать

несов., забежать, -егу, -ежишь сов. 1. чупса кӗр; 2. ҫул майӑн кӗрсе тух, хутран-ситрен кӗр, пĕр саманта кӗрсе тух; 3. малалла, аякка чупса кай; не забегай вперед мала иртсе ан кай (пӗр ӗҫе пӗтерме сӗр тепӗр ӗҫе ан тытӑн).

заговариваться

несов. аташа пуҫла, йӗркесӗр калаҫ, ҫын ӑнланмалла мар пĕр ҫыхӑнусӑр калаҫ.

запить

-пью сов., запиваться несов. 1. пĕр-пӗр эмеле шывпа ҫӑтса антар; 2. запил ытлашши, ӗçме тытӑнчĕ, ӗҫке ярӑнчӗ.

запросить

-шу кого, что о чём сов., запрашивать несов. ыйтса ил, ыйтса пӗл (пĕр-пӗр организаци шухӑшне); 2. ытла хаклӑ ыйт (тавара).

заря

вин. зарю и зорю, мн. зори, зорь 1. шурӑмпуҫ, шуҫӑм килнӗ чух; 2. перен. пĕр-пӗр япалан пуҫламӑшӗ; на заре новой жизни ҫӗнĕ пурнӑҫ пуҫламӑшӗнче; вышел из дому ни свет ни заря килтен питӗ ир, шурӑмпуҫ киличченех (илем-тилӗм) тухрӑм.

застать

-ну сов., заставать кого, что несов. (пĕр-пĕр вырӑнта туп, тӗл пул; тыт; я застал его на базаре эпĕ ӑна пасарта тӗл пултăм.

зачастить

-ащу, -астишь сов. пӗр-пĕр япалана час-часах тума пуҫла; он к нам зачастил вӑл пирӗн пата час-часах ҫÿреме пуҫларӗ.

заядлый

разг. пĕр-пӗр ӗҫе е вӑййа пӗтӗм чунтан парăнакан (ҫын); заядлый футболист футболла хавхаланса вылякан; заядлый вор касмак вӑрӑ.

зрелище

1. куҫа курӑнакан япаласем; 2. пĕр-пӗр пьесӑна выляса кӑтартни.

зуд

1. кӗҫӗтни; 2. перен. алӑ кĕҫӗтни, пĕр-пӗр ĕҫе питӗ тăвас килни.

иллюзия

иллюзи (пĕр япала вырӑнне тепӗр япала курни, туйӑннине чӑн пек ӑнланни; тĕлӗрни, шухăшра анчах пурри, пурнӑҫа кӗме пултарайман ӗмӗт, суя ӗмӗт).

интрига

интрига, пӗр-пĕр ҫынна вӑрттӑн инкек тума (инкеке кӗртме) тӑрӑшни.

искусство

1. искусство, пултарулăх (творчество) ĕҫӗ; 2. творчество ӗҫӗн пĕр пайӗ, тӗсĕ (поэзи, музыка т. ыт.); 3. пӗр-пӗр ӗҫе тумалли меслетсен системи; пултарулӑх; 4. ӑсталӑх, маҫтӑрлӑх; ӗçе пит ӑста пӗлсе пултаруллӑ туни.

кадр

кадрсем (1. ҫар пайӗсен яланхи составӗ; 2. пĕр-пӗр производствӑра е учрежденире ĕҫлекенсен составӗ).

как

епле, мӗнле, мӗскерле, пек; как вы нашли нас? эсир пире епле тупрӑр? белый как снег юр пек шурӑ; как только взошло солнце хĕвел тухсанах; как бы то ни было кирек мӗн пулсассӑн та; как один человек пĕр çын пек пулса; как раз шăпах.

карикатура

карикатура (тӑрӑхласа тунӑ кулӑшла ÿкерчӗк; пĕр-пӗр ҫын ҫинчен мӑшкӑлласа ҫырнӑ кулӑшла калав).

кипа

ҫыхӑ, тĕрке; кипа тетрадей пĕр тӗрке тетрадь.

коалиция

коалици (темиҫе патшалӑх, парти т. ыт. те пĕр ӗҫ тума пӗрлешни).

коммуникация

коммуникаци (1. пӗр вырӑнпа тепри ҫыхӑнса тӑни; 2. ҫынсем пĕр-пӗринпе калаҫу урлӑ ҫыхӑнса тӑни).

компенсация

компенсаци (пĕр-пĕр ӗҫ тунӑ чухне сиен курнӑшӑн е канмалли кун ĕҫленӗшӗн тÿлени); компенсация за отпуск (рабочисене, служащисене) отпускшӑн тÿлени.

контрамарка

контрамарка (пӗр-пĕр ҫӗре укҫасӑр кӗме билет вырӑнне паракан хут).

концентрация

концентраци (1. пӗр вырӑна пухни, пуҫтарни; 2. ҫӑралӑх, пĕр-пӗр шӗвӗ япалан (ирӗлчӗкӗн) ҫӑралӑхӗ).

концессия

концесси (правительство уйрӑм ҫынна е ушкӑна е ют патшалӑхри капиталистсене пĕр-пĕр пысӑк предприяти уҫса унпа темиҫе ҫул хушши усӑ курма ирӗк пани).

копейка

пус, пӗр пус; две копейки икĕ пус; без копейки остался пĕр пуссӑр тӑрса юлтӑм.

кредит

1. кредит (шанса панӑ укҫа, тавар; кӗтесле, кӗтмелле пани); отпустить в кредит кӗтесле пар, кĕтмелле парса яр; 2. перен. шанчӑк авторитет; 3. пĕр-пӗр ӗҫ валли бюджетран панӑ укҫа.

кровный

1. тӑван, хурӑнташ; кровный брат пĕр тӑван (пичче, шӑллӑм); 2. ӑратлӑ (лаша); 3. перен. ҫывӑх, питӗ ҫывӑх; кровные интересы ҫывăх интерессем; 4. тÿсме ҫук йывӑр, ҫав тери йывӑр; хаяр, чи курайми; кровная обида тÿсме ҫук йывӑр кÿрентерÿ; кровный враг чи хаяр, чи курайми тӑшман.

кружковщина

кружковщина (пӗр-пĕр ушкӑн хӑйӗн интересӗсемшӗн ҫеҫ тӑрӑшни).

куда-то

пĕр-пӗр ҫӗре, таҫта.

лабиализация

лабиализаци (пĕр-пӗр сасса, сӑмахран, у, о сасӑсене, каланӑ чухне тутасем малалла тӑсӑлса тӑни).

лепта

вӑй ҫитнӗ таран пулӑшни; мӗнле те пулин ӗҫе пултарнӑ таран вӑй хуни; внести свою лепту пултарнӑ таран вӑй хур (пĕр-пӗр ӗҫе).

лоскут

-а, лоскуток, -тка 1. пир-авӑр татӑкӗ, тир е чӗн татӑкĕ, тӑркӑш, татӑк-кӗсӗк, таткаланчӑк, пĕр ластӑк, кӑнӑш-канăш; 2. пӗчӗк лаптӑк ҫӗр.

любезничать

с кем, чем несов. пӗр-пĕр ҫынна кӑмӑллӑ (килӗшмелле) сӑмахсем кала, комплиментсем кала.

маньяк

маньяк (ӑсран тайӑлнӑ ҫын, пӗрмай пĕр япала ҫинчен шухӑшласа ҫÿрекен ҫын).

мозоль

ж. ÿт хӑмпӑланса хӑпарса тухни; сухая мозоль ÿт хытти, ÿт пĕр-пӗр тӗлте хытса ларни.

моментально

пит хӑвӑрт, пит час, пĕр самантра, куҫ уҫса хупиччен, йӑпӑр-япӑр.

монотонный

1. пӗр тонлӑ, пĕр сасӑллӑ; монотонно говорит сасса пӗр улӑштармасӑр калаҫать; 2. пӗр майлӑ иртекен (пурнӑҫ).

наболтать

что и чего сов., набалтывать несов. 1. темӗнте пĕр каласа пӗтер; кирлӗ-кирлӗ мара пакӑлтатса лар; 2. пӑтратса хутӑштар.

надстроить

-ою что сов. надстраивать несов. хуралтӑна ҫÿлелле пураса улӑх, ҫуртӑн пĕр хучӗ ҫине тепӗр хут туса ларт.

население

1. пĕр-пӗр вырӑнта вырнаҫса пурӑнакан халах; 2. куҫарса вырнаҫтарни.

неравномерный

пӗр тикӗс мар, пĕр тан мар, чӑлпар; авӑк.

валить

-лю, -алишь. кого, что несов. йăвантар, тӳнтер, ӳкер; вали все в одну кучу ним уямасăр пурне те пĕр çĕре купала; йĕркесĕр пăрахса тултар.

ведёрный

пĕр витре кĕрекен (чугун).

ведомость

1. ведомость (пӗр-пĕр даннăйсен сводки, списокĕ); 2. хăш-пĕр изданисен ячĕ; Ведомости Верховного Совета СССР СССР Верховнăй Совечĕн ведомоçĕсем.

вельвет

вельвет (бархат евĕрлĕ пĕр енĕ çăмлă матери).

весть

ж. хыпар; без вести пропал пĕр хыпарсăр çухалчĕ.

ветеран

ветеран 1. ватă салтак; ветеран гражданской войны граждан вăрçи ветеранĕ; 2. пĕр-пĕр ĕçре нумай вăхăт ĕçлесе, хисепе тухнă ҫын.

взаимный

хирĕç, хире-хирĕç; пĕр-пĕрне (пулăшни); взаимное согласие пĕр-пӗринпе килĕшсе пурăнни.

взаимодействие

пĕр-пӗринпе çыхăнса тăни.

взгляд

1. пăхни; бросить взгляд куçпа пăхса ил, куç хыв; хорош на взгляд пăхма лайăх; 2. пĕр-пĕр япала пирки мĕнле шухăшлани.

взятка

взятка, сӗрни (пĕр-пĕр ĕçе хăй майлă тутарасшăн вăрттăн паракан укçа е япала).

вибрация

пĕр-пĕр япала чĕтресе тăни (хĕлĕх, сасă).

вид

1. сăн-сăпат, пит-куç, тĕс, кӳлепе, ӗренкĕ; 2. курăнни; с виду пăхма, тулашĕнчен; делать вид ятне (çеç) ту; иметь в виду асра тыт; поставить на вид (пӗр-пĕр çитменлӗхшĕн) асӑрхаттар; упустить из виду манса кайма.

виза

виза (1. ют патшалăха кĕме чару çуккине паспорт çине паллă туни; 2. документ çине пĕр-пĕр ĕçри çын паллă туни); поставить визу виза хур.

вилка

1. вилка; 2. пĕр-пĕр япалан икӗ юплĕ пайĕ; штепсельная вилка штепсель вилки.

виртуоз

виртуоз (хăй ĕçне ăста пĕлекен артист, музыкант; перен. пĕр-пĕр ĕçе ăста пĕлекен çын).

вклад

вклад 1. перекет кассине хунă е пĕр-пĕр ĕçе хывнă укçа; 2. пысăк çитĕнӳ; ценный вклад в науку наукăшăн паха ĕç.

владение

тытса тăни; пĕр-пĕр государство е çын тытса тăракан çĕршыв.

влияние

влияни, витĕм, вăйăм (пĕр-пĕр япалана е çынна хăй майлă туни, хăйне пăхăнтарни, хăй енне çавӑрни, хăйне итлеттерни, хăй пек шухăшлаттарни); влияние среды тавралăх витĕмĕ, вăйăмĕ; человек с большим влиянием витĕмлĕ çын.

вмиг

куç хупса иличчен, пĕр самантра, часах, пит хăвăрт.

внушать

кому, чему что несов., внушить, -шу сов. пĕр-пĕр туйăм, сисĕм вăрат; хӑвна кирлӗ шухăшсене çынна хапăл тутар, йышăнтар; внушать уважение к старикам ваттисене сума сума, хисеплеме вӗрент.

водевиль

м. водевиль (пĕр актлӑ кулăшлӑ пьеса).

волок

сĕтĕрек, хире-хирĕç юхса выртакан икĕ шывăн типĕ хушши; çак типĕ вырăн тăрăх кимӗсене пĕр шывран тухса теприн патне сĕтĕрсе, туртса çитернĕ.

воля

1. пĕр-пĕр ĕçе е тĕллеве пурнăçлама пултарни; человек с большой волей шутланă ĕçе тума пултаракан çын; 2. хушни, ыйтни, кăмăл; надо считаться с волей народа халăх ирĕкне, халăх ыйтнине шута илес пулать; 3. ирĕк, ирĕклĕх; выпустить на волю ирĕке кăларса яр.

вообще

1. пĕтĕмĕшпе, пĕтĕмĕшпе илсен, пĕр сăмахпа каласан; 2. яланах.

вплотную

1. çат, тачă, таччăн, пĕр-пĕрне тĕртĕнтерсе, шат; пароход подошёл вплотную к пристани пăрахут пристань çумне тачах пырса тăнă; 2. пикенсе (тытăн ĕçе).

впутаться

сов., впутываться несов. çыхлан, хутшăн (пĕр-пĕр кирлӗ мар ĕçе).

всякий

кирек кам та, кирек хăшӗ те, такам та; во всякое время кирек хăçан та; без всякой жалости пӗр хĕрхенмесĕр, ним шеллемесĕр, всякая всячина темĕн те пĕр, темтепĕр.

втихомолку

вăрттӑн, çынна пĕлтермесĕр, пĕр шарламасăр.

выдержка

татăк, сыпăк, цитата (хăвăн шухăшна çирĕплетме пĕр-пĕр кĕнекерен кирлĕ вырăна çырса илни).

выдумщик

суеçĕ, темĕн те пĕр шухăшласа кăларакан,

выпечка

пĕçерсе кăларни; пĕр тапхăр пиçсе тухнă çăкăр.

выселить

кого, что сов., выселять несов. кăларса яр (хваттертен); пĕр вырӑнтан тепĕр çĕре пурăнма куçар.

обворожить

-жу кого, что сов., обвораживать несов. кӑмӑлне кайса пуҫне ҫӑвӑр, пĕр-пӗр ҫынна хӑвна ытарайми ту.

оборудовать

-дую, что сов. и несов. (пĕр-пĕр кабинет, мастерской е завод валли) машинӑсем, кирлĕ хатĕрсем туян.

обосновать

-ную что сов., обосновывать несов. ҫирӗплет, ҫирӗплетсе пар (пĕр-пĕр шухӑша), тĕрӗссине кӑтартса пар.

обратиться

-щусь сов. обращаться несов. 1. ҫаврӑнса тар; 2. пĕр-пĕр çын патне ыйтупа пыр; бережно обращайтесь с книгами кӗнекесене уяса тыткалӑр; обратиться в слух ҫав тери тимлĕ итле.

обструкция

обструкци (пĕр-пĕр пухӑва е кӑшкӑра-кӑшкӑра, е усал шӑршлӑ япала такса малалла ĕҫлеме чарни).

общий

пĕрлехи, пӗрлӗхлӗ, пĕтӗмӗшле, пĕр пĕтĕм; общие положения пӗтӗмӗшле положенисем; общее собрание пӗрлехи пуху; общее согласие пурте килӗшни; общая собственность пӗрлӗхлӗ пурлӑх; общая стена икӗ пӳлӗм хушшинчи стена.

оголить

кого, что сов., оголить несов. 1. ҫарамаслантар; 2. пĕр ҫулҫӑсӑр ҫаратса хăвар (йывӑҫа); 3. ҫаратса хӑвар.

один-одинёшенек

пĕр-пĕччен.

одинаковый

пĕр тан, пĕр пек, пĕр виҫеллӗ, пĕр евĕрлĕ, пĕр йышши, пĕр майлӑ, пĕрешкел.

однажды

пĕрре, пĕррехинче, пĕр хут (чен), пĕрреччен, пĕрре ҫапла.

однобокий

1. пĕр енлӗ, ҫителӗксӗр, пĕр енчен ҫеҫ пӑхса (хаклани).

однобортный

пĕр енчен ҫеҫ (варринчен) тӳмелемелле (пиншак).

одновременно

пĕр вӑхӑтра.

одновременный

пĕр вӑхӑтри.

однодневный

пĕр кунлӑх, пĕр кунхи (ӗҫ укҫи).

однозначащий

пĕр пĕлтерĕшлĕ.

однозначный

1. пĕр пек пĕлтерĕшлĕ (сӑмахсем); 2. пĕр пĕлтерĕшлĕ кăна; 3. пĕр цифрӑпа палӑртакан хисеп.

одноимённый

пĕр ятлӑ.

одноклеточный

пĕр клеткӑллӑ.

одноколка

икӗ кусатӑранлӑ урапа, пĕр тӗнӗллӗ урапа.

однокомнатный

пĕр пӳлӗмлӗ (хваттер).

однокопытный

пĕр чӗрнеллӗ.

однообразие

яланах пĕр пек, пӗр-пеклĕх, пĕр тĕрлĕ курӑнса тӑни, пулса пыни.

однопалый

пĕр пÿрнеллĕ.

одноплеменный

пӗр йӑхри, пĕр йӑх-ран пулнӑ, пĕр ăрури.

однорогий

хӑрах мӑйракаллӑ, пĕр мӑйракаллӑ.

однородный

пĕр тĕрлĕ, пĕрешкел, пĕр йышши; однородные члены пĕр йышши членсем.

односельчанин

пĕр ял ҫынну.

односложный

пĕр сыпӑклӑ (сӑмах).

односторонний

1. пĕр енлӗ (пиччĕн енлĕ); 2. япала çине пĕр енчен анчах пӑхакан.

однотипный

пĕр майлӑ, пĕр тĕрлĕ, пĕр типлӑ.

одноцветный

пĕр тĕслĕ.

одноэтажный

пĕр хутлӑ.

омоним

омоним (тепӗр сӑмахпа пĕр пек формӑллӑ, анчах урӑх пӗлтерӗшлӗ сӑмах).

опытный

опытлӑ, опыт, лайӑх пĕлекен, пĕр-пĕр ӗҫе нумайччен ӗҫлесе вĕреннӗ (çын); опытная станция опыт станцийĕ.

оседлость

ж. мн. нет куҫса ҫӳремесĕр, ялан пĕр вырӑнта пурӑнни.

осенить

-нишь кого, что сов., осенить несов. сасартӑк килсе тух, килсе кĕр, палӑр; меня осенила блестящая мысль ман пуҫа сасартӑк пĕр ырӑ шухӑш килсе кӗчӗ.

оскорбление

кӳрентерни, вырхантарни, хур туни, темĕн те пĕр каласа вӑрҫни, хӑратни.

осложнение

1. ӗҫ шала кĕрсе кайни, ӗҫ пӑтранса кайни, ӗҫе кӑткӑслатса яни; 2. пĕр чир тепĕр чире куçни, вĕрĕлни.

оспаривать

что несов., оспорить сов. 1. тавлаш, пĕр-пĕр положени тĕрĕс маррине кăтарт; 2. тавлашура ҫӗнтерме (ҫиеле тухма) тӑрӑш.

остригать

кого, что несов., остричь, -игу сов., ҫӳҫ кас, ҫӳҫ ил, ҫӑм ил (сурӑхсенне); стричь всех под одну гребёнку пурне те ним уямасӑр пĕр пек хакла.

отдельный

1. уйрӑм (ыйту), ӑрасна, хӑй тӗллӗн ларакан (ҫурт); 2. хӑш-пӗр; отдельные лица хӑш-пĕр ҫынсем.

отзыв

1. пахалани, хаклани, хак пани (пӗр-пӗр произведени ҫитменлӗхӗсемпе лайӑх енӗсене кӑтартса пани); 2. каялла чĕнсе илни, пĕр-пĕр вырӑнтан чĕнсе илни.

отказ

килӗшменни (хушнипе); ӗҫлеме чарӑнни (механизм ҫӗмӗрӗлнипе); машина работает без отказа машина пĕр чарӑнмасӑр ĕҫлет.

откликаться

на что несов., откликнуться сов. 1. чĕнекене хирӗҫ чĕн, сасӑ пар; 2. пĕр-пĕр событи çине ху мӗнле пӑхнине палӑрт; 3. хӗрхен (хуйха ӳкнӗ ҫынна), пулӑҫа (нушана кӗрсе ӳкнӗ ҫынна).

откровенность

ж. тÿррипе калани, пĕр пытармасӑр калани, хӑй шухӑшне пытарма юратманни.

отношение

1. пăхни; невнимательное отношение к делу ӗҫ çине тимлӗн пӑхманни; 2. ҫыхӑну, хутшӑну; отношения между государствами государствӑсем хушшинчи ҫыхӑнусем; во всех отношениях пур енчен те; у них натянутые отношения вĕсем пĕр-пӗрне килӗштерсех каймаҫҫӗ.

отработать

что сов., отрабатывать несов. 1. (укҫа е япала илнĕшӗн) ӗҫлесе тат; 2. ӗҫлесе пĕтер; 3. пĕр вӑхӑт хушши ĕҫле.

отрядить

-жу чего, что сов. отряжать несов. (пĕр-пĕр ӗҫ тума) хушса яр; троих из них отрядили за топливом вӗсенчен виҫҫӗшне вут шырама ячӗҫ.

отсеивать

кого, что несов., отсеять, -ею сов. 1. алласа уйӑр (ҫӳп-ҫапсене тырринчен); 2. акса пĕтер; 3. кăлар (кама та пулин пĕр-пĕр ӗҫрен).

отстаивать

кого, что несов., отстоять, -ой, -ишь сов. 1. пĕр-пĕр япалана (крепоҫе) сыхла, уншӑн ҫапӑҫ, ӑна хӳтӗлĕсе ҫӑлса хӑвар; 2. ларура ху сӗннӗ шухӑшшӑн е кандидатшӑн тӑр, ӑна йышӑнтар; 3. нумайччен тӑрса, уруна ывӑнтар.

отход

2. (отходы производства) пĕр производствӑра пӑрахӑҫа тухнӑ, анчах тепĕр производствӑшӑн юрӑхлӑ материал.

оформляться

несов., оформиться, -млюсь сов. 1. форма тĕлĕшĕнчен йĕркеленсе пĕт; 2. йӗрке тӑрӑх кирлĕ ӗҫсене пурне те туса пӗр-пĕр вырӑна кӗр, хӑвӑн правуна ҫирӗплет.

охват

1. ытам, ҫавӑрса илни; 2. пĕр-пĕр ӗҫе хутшӑнтарни.

охватить

-чу сов., охватывать несов. 1. ыталаса тыт, ҫавӑрса ил; 2. хыпса ил (ҫулӑм); 3. пĕр-пĕр ӗҫе хутшӑнтар.

равнобедренный

икӗ пĕр тан енлĕ, тан ураллӑ (виҫкӗтеслӗх).

равнозначащий

пĕр пек пӗлтерӗшлӗ.

равномерный

пӗр виҫеллӗ, тикĕс, пĕр пек; равномерное движение тӳрӗ йĕрпе пĕр пек куҫса пыни.

равноправие

пĕр тан правалăх.

равноправный

пĕр тан праваллӑ; равноправные народы Советского Союза Совет Союзĕнчи пĕр тан праваллӑ халӑхсем.

равносильный

пĕр пек, пĕр пек вӑйлӑ, пĕр тан вăйлӑ; пĕрех.

равноценный

пĕр хаклӑ, пĕр пек паха, пĕр пек пелтерӗшлӗ, пĕр пек пахалӑхлӑ.

равный

тан, пĕр тан, пӗр шай, пĕр пек.

равнять

кого, что несов. 1. пĕр тан ту, пĕр пек ту; 2. пĕр пек хакла (пахала).

равняться

-яюсь несов. 1. пĕр тан пул; танлаш; 2. пул, пулать; трижды пять равняется пятнадцати виҫӗ хут пиллӗк вунпиллӗк пулать.

раз

хут, тапхӑр, пĕрре; три раза говорил виҫӗ хут каларӑм; не раз пӗр хут ҫеҫ мар; в первый раз (вижу) пуҫласа (куратӑп); на первый раз (прощаю) малтанлӑха (каҫаратӑп); раз на раз не приходится япала планах пĕр пек пулса пымасть вăл; в месяц раз уйӑхра пӗрре; в следующий раз тепĕр чухне, ӳлӗмрен.

разбирать

несов., разобрать, -беру сов. 1. (пӗр-пӗр кӑткӑс япалана) сӳтсе пайӑн-пайӑн хурса тух; 2. илсе пӗтер; товар разобрали тавара илсе пӗтернӗ; 3. тирпейлесе вырнаҫтар, йӗркене кӗрт (кӗнекесене, хутсене); 4. пӑхса тухса (тишкерсе тухса) хак пар (пĕр-пĕр сочинение); 5. разбор ту (предложение).

разгон

1. хӑваласа салатни (пухӑва патша вӑхӑтĕнче); 2. ҫулта, ӗҫре; все лошади в разгоне лашасем пурте ҫулта; 3. питӗ вирлӗ чупса пыни; прыжок с разгона вирлĕ чупса пырса сикни; 4. икӗ пĕр пек япала хушши; разгон между столбами икĕ юпа хушши.

разграничить

-чу что сов., разграничивать несов. уйӑр, пӗр-пӗрин хушшине чикӗ туса уйӑр; разграничить понятия ӑнлавсене пĕр-пĕринчен тӗрӗс уйӑр, ан пӑтрат.

разделить

кого, что сов., разделять несов. (ко 2 знач.) .1 уйӑр, пайла; разделить пятнадцать на три вунпиллӗке виҫҫӗ ҫине пайла; 2. пӗр пек шухӑшла (кампа та пулин), килӗш (пӗр-пӗр шухӑшпа); разделяю мнение товарища юлташла пĕр пек шухӑшлатӑп.

раззадорить

кого, что сов., раззадоривать несов. разг. йӗкӗлтесе вӑрҫтар, йӗкӗлтесе ҫиллентер; пĕр-пĕр ӗҫ тума харсӑрлатса, хӗрӳлентерсе яр.

различать

кого, что несов., различить, -чу сов. (пĕр япалана тепринчен) уйӑрса ил, палла, палласа ил (ҫӗрлехи ҫынна).

разобщать

кого, что несов., разобщить, -щу сов. пĕр-пĕринчен уйӑр, пӗр-пӗринпе пĕрле пулма ан пар (чирлисене сыввисемпе); 2. ҫыхӑну пӗтĕр, ҫыхӑну тат.

разойтись

-дусь, -дёшься сов., расходиться, -ожусь, -одишься несов. 1. салан, саланса пӗт (хӑнасем); 2. ирĕлсе кай (ҫу — пӑтӑ ҫинче); 3. вӑрҫса кай, ҫилленсе ӳк, хӗрсе кай, шӑрчӑкланса кай, кӑшкӑрма, ятлаҫма тытӑн; 4. уймӑл пул, хирӗҫ пыракан ҫынпа ан тӗл пул; 5. сутӑнса пӗт; все издание разошлось ҫапӑнса тухнӑ кĕнекесем саланса (сутӑнса) пӗтрӗҫ; 6. уйрӑлма, уйрӑлса кайма (упӑшки арӑмӗнчен, арӑмӗ упӑшкинчен); 7. ан килӗш; мы разошлись с ним в мнениях по одному вопросу эпир унпа пĕр ыйтупа килĕшеймерĕмĕр.

разом

разг. харӑс, харӑссӑн, пĕр харӑс.

разработать

что сов., разрабатывать несов. 1. ĕҫлесе, лайӑхлатса мӗне те пулин юрӑхлӑ ту; разработать гранит на колонны гранита лапах чутласа колонна тума юрӑхлӑ ту; 2 лайӑхлат; разработать голос юрласа сасса лайӑхлат, таса уҫӑ илтĕнекен, янӑракан ту; разработать научный вопрос наукăри пĕр-пĕр ыйтӑва тӗплӗ тĕпчесе, тишкерсе тухса татса пар.

разрознить

что сов., разрознивать несов. уйрӑмлат, уйрӑлтар, сапалантар (пĕр-пĕр автор сочиненийĕн уйрӑм томĕсене).

распорка

1. япалан икĕ юппине пĕр-пӗринпе ҫывхарасран тĕксе тăракан, патак; 2. техн. тĕрек, пӑрӑс, чарак.

расстояние

хупӑ, хутлӑх, инҫӗш, ҫул вӑрӑмӑш; в Сибири на расстоянии сотни километров иногда не встретишь ни одной деревни Ҫӗпӗрте ҫĕр километр хушшинче хӑш чухне пĕр ял та тĕл пулмасть; пройденное расстояние утса тухнӑ ҫул вӑрӑмӑшӗ; расстояние от Москвы до Ленинграда 650 км Мускавпа Ленинград хушши 650 км, Мускавран Ленинграда ҫитме 650 км.

раствор

ирĕлчĕк, пĕр-пĕр япала ярса ирĕлтернĕ шыв; цементный раствор шыв ярса ҫӑрнӑ цемент.

регулярный

пӗр тикĕс, яланах пĕр вӑхӑтра пулса пыракан, яланах пĕр майлӑ пулса пыракан; регулярное войско яланхи ҫар.

рекламировать

-ирую что несов., рекламăла, пĕр-пĕр япала (тавар, кĕнеке) çинчен мухтаса, ырласа ҫыр, ӑна илме сĕн.

рекогносцировка

рекогносцировка (пӗр-пӗр вырӑнта разведка туни; пĕр-пĕр вырăна съёмка тӑвас умĕн лайӑх тӗпчесе пӗлсе ҫӳрени).

репутация

репутаци (чап, ят, пĕр-пĕр ҫынна ырӑ е усал ятпа асӑнни).

ровесник

тантӑш, пĕр ҫулхи çын.

ровный

1. тикӗс, тӳрем, такӑр, яка; 2. пĕр тикĕс, пĕр тан; ровный пульс пĕр тикĕс тапакан пульс.

родня

ӑратне, тӑван, хурӑнташ, пĕр йӑхран тухнӑ ҫынсем; в свою родню йӑха пăхнӑ, йӑха хывнӑ.

рублёвый

тенкĕлĕх, пĕр тенкĕ тăракан.

рукав

1. ҫанӑ; засучить рукава ҫанна тавӑр; хастарлӑ ӗҫлеме тытӑн; 2. шыв юппи; делать что-либо спустя рукава разг. пĕр тӑрӑшмасӑр тума, ӳрӗк-сӳрӗк ӗҫлеме, ӗҫ ятне ҫеҫ тума.

ручательство

мн. нет шантарни; часы продаются с ручательством сехетсене шантарса сутаҫҫӗ (пӑсӑлас мӗн пулсан, пĕр ик-виҫ ҫул хушши укҫасӑр тӳрлетме пулаҫҫĕ).

сбиваться

несов., сбиться, собьюсь сов. 1. вырӑнтан сик, куҫ, шӑвӑн, шуса ан; шляпа сбилась набок шлепке айккинелле чалӑшса аннӑ; 2. чалӑш; каблуки сбились атӑ кӗлисем чалӑшнӑ; 3. (ҫулта) аташса кайма; 4. пӑтранса кайма; сбился с толку ӑсран кайрӗ, аптраса ÿкрĕ; сбился с ног чупса ҫӳресе, пĕр лармасӑр ӗҫлесе халран кайрӗ; 5. хӑшкӑл, хӑшкӑлса ҫит.

сближать

кого, что несов., сблизить, -ижу, -изишь сов. 1. ҫывхарт (пĕр-пĕрин патне — циркуль урисене); 2. пĕрлештер, туслантар; туслаштар; общая работа сблизила их пӗрле ӗҫлени вĕсене туслаштарчĕ.

сближаться

-аюсь несов., сблизиться, -ижусь, -изишься сов. 1. çывхар (пĕр-пĕрин патне); 2. пӗрлеш, туслаш.

сборка

1. пухса вырнаҫтарни (пĕр-пĕр машина пайӗсене); 2. пӗрме, пӗрмече, пӗрӗм...

свидетельствовать

-ствую что и о чем несов. 1. курни ҫинчен каласа пар, ĕнентер; 2. кӑтартса пар, ĕнентер; 3. пĕр-пĕр документ чӑн иккенне ĕнентер, ҫирӗплет (алӑ пусса, пичет пусса); 4. тӗрӗсле, пӑхса тух (чирлĕ ҫынсене).

связать

-яжу кого, что сов., связывать несов. 1. ҫых, ҫыхса пăрах, ҫыхса ларт, ҫыхса хур; 2. перен. пӗрлештер, ҫыхӑнтар (пĕр ыйтӑва тепринпе); 3. кансӗрле, чӑрмантар.

сдвигать

кого, что несов., сдвинуть сов. 1. шутарса куҫар (тепĕр вырӑна); 2. шутарса пĕрлештер, пĕр-пӗрне тӗртӗнтерсе ларт (икĕ сĕтеле).

сдобровать

сов; не сдобровать ему разг. вăл пĕр-пĕр инкеке лекет-лекетех.

секрет

секрет, вӑрттӑнлӑх, никама калама юраманни; по секрету я тебе скажу сана ҫеҫ вӑрттӑн калатӑп, пĕр ҫынна та ан пĕлтер.

сердце

1. чĕре; сердце бьётся чĕре тапать 2. кӑмӑл; 3. чӗре (питӗ паллӑ, чаплӑ вырӑн); Москва — сердце нашей Родины Мускав — пирӗн тӑван ҫӗршывӑн чĕри; это мне не по сердцу ку май кӑмӑла каймасть; скрепя сердце ирĕксĕр, чĕрене пусарса; он имеет сердце на меня, мы с ним не в сердцах эпир пĕр-пĕрне килĕштерместпĕр, ҫилленсе пурӑнатпӑр; отходчивое сердце ҫилли часах иртсе каякан чĕре.

серийный

сериллĕ; серийное производство сериллӗ производство (пĕр виҫе тӑрӑх йышлӑ кӑларни).

серия

сери, ушкӑн (пĕр йышши япаласен ушкӑнӗ); кинофильм в двух сериях икĕ сериллĕ кинофильм; серия брошюр о передовом опыте малта пыракан опыта ҫутатакан брошюрӑсен серийӗ (ярӑмӗ).

сеть

ж. 1. тетĕл (пула тытмалли хатĕр); 2. пĕр йышши япаласен е учрежденисен пĕтĕм йышĕ; школьная сеть Чувашской республики Чӑваш республикинчи шкулсем.

сидеть

сижу, сидишь несов. 1. лар; сидеть за столом сӗтел хушшинче лар; сидеть на корточках ура хуҫса лар, ҫут хуҫса лар; 2. пурӑн; он неделю сидел в деревне вăл пĕр эрне ялта пурӑннӑ; сидеть сложа руки ним тумасӑр, ним ӗҫлемесӗр лар (пурин); 3. ӗҫлесе лар; сидеть над задачей задача шутласа лар; 4. лар; костюм хорошо сидит на нем ун ҫинче костюм лайӑх ларать (лайӑх виҫсе ҫӗленӗ); 5. вырт; пирог сидит в печи кукӑль кӑмакара выртать; сидеть на яйцах пусса лар (кӑлӑк чӑххи).

синоним

синоним (пĕр пӗлтерӗшлĕ е ҫывӑх пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем: ӗлӗк— авал, аван—лайӑх т. ыт. те)

синхронизм

мн. нет синхронизм (пӗр-пӗр явленисем, процессем пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса пĕр вӑхӑтра пулса иртни; историри пӗр вӑхӑтра пулса иртнĕ событисем).

скидывать

кого, что несов., скидать сов. разг., скинуть сов. 1. пăрах, ҫурт ҫинчен юра хырса антар; скинут мешок с плеч хулпуҫҫи çинчен миххе антар, ҫӗре ларт, пăрах; 2. тумтире хыв, хывса пăрах; 3. хак чакар; скинуть рубль пĕр тенкĕне чакар, кат.

скликать

кого, что несов. разг., скликать, -ичу сов. разг. чĕнсе тух, йыхӑрса пух; петух скликал всех кур на одного червяка пĕр ӑмана ҫиме автан чӑхсене пурне те йыхӑрса пухрĕ.

склочник

харкашма, хирӗҫме, элеклеме юратакан çын, пĕр-пĕринпе хирӗҫтерекен, вӑрҫтаракан ҫын.

скоморох

1. скоморох (авалхи Руҫри юрӑҫӑ-музыкант, камит кӑтартса, мыскара туса ҫӳренӗ çын); 2. перен. ҫӑмӑлттай, темĕн те пĕр хӑтланса, шӳт туса, ҫынсене култаракан çын.

скопище

ушкӑн, эшкер (тĕрлĕ çын усал шухӑшпа пĕр ҫӗре пухӑнни).

скопление

пĕр ҫӗре йышлӑн пухӑнни; нумай япала пуҫтарӑнни.

скороспелый

1. час пиҫекен, хӑвӑрт ҫитӗнекен (пахчаҫимӗҫ); 2. перен. тӗплӗ вӗренсе хатӗрленмесӗрех, пĕр-пĕр ӗҫе тытӑннӑ (ҫын); тӗплӗ шухӑшламасӑр тӑвакан (ӗҫ).

скрепить

-плю, -пишь что и что чем сов., скреплять несов. 1. ҫирĕплет, тĕреклет, хытар, пĕр-пĕринпе сыпӑнтар, пĕрлештер; 2. алӑ пусса, пичет пусса ҫирӗплет (документ); скрепя сердце чĕрене хытарса.

скученность

ж. мн. нет пĕр-пĕр ҫӗрте питӗ йышлӑн (тӑвӑр) пурӑнни.

скучиваться

1 и 2 л. не употр. несов., скучиться сов. 1. пӗр ҫӗре купалан (япаласем); 2. пĕр ҫӗре йышлӑн пухӑн, пуҫтарӑн (ҫынсем).

следовать

-дую за кем, за чем кому, чему несов. 1. (пĕр-пĕр) ҫын хыҫҫӑн пыр, (пӗр-пӗр явлени е событи) хыҫҫӑн тепри пулса пыр (хӗлле хыҫҫӑн ҫуркунне); 2. кай; поезд следует в Москву поезд Мускава каять; 3. пӑхӑнса тăр; следовать принципам морального кодекса строителя коммунизма коммунизм тӑваканӑн мораль кодексĕн принципĕсене пӑхӑнса тӑр, ҫав принципсем хушнӑ пек пурӑн; 4. (пĕр   положенирен тепри) тухса тăр, тухса пыр; 5. кирлĕ, тивӗҫ; вам не следовало бы так поступать сире кун пек хӑтланма тивӗҫлĕ (кирлĕ)   марччĕ; сирĕн кун пек хӑтланма кирлĕ марччĕ.

сливать

что несов., слить, солью сов. 1. тӑк (пӗр савăт ҫинчен тепӗр савӑт сине) яр; 2. юхтарса ил (ҫӗпре ҫинчи сӑрана); 3. пĕр ҫӗре яр, ярса хутӑштар (темиҫе ӗне сӗтне); 4. перен. пӗрлештер (икĕ завода).

сличать

кого, что, с кем, с чем несов., сличить, -чу -чишь сов. пĕр-пĕринпе танлаштарса пăх, тĕрĕсле; сличать печатный экземпляр книги с рукописью пичетленсе тухнӑ кĕнекене алҫырӑвӗпе танлаштарса пӑх.

слово

1. сӑмах; 2. калаҫма пултарни, калаҫни; 3. тухса калани; прошу слова сӑмах пама ыйтатӑп; сказать приветственное слово саламлӑ сӑмах кала; 4. шантарни, ĕнентерни; дать слово сӑмах пар (шантар); сдержать слово сӑмахна тыт, панӑ сӑмаха пурнӑҫла; последнее слово науки наукăри чи ҫӗнӗ открыти; слово за словом сӑмах хыҫҫӑн сӑмах; одним словом пĕр сӑмахпа каласан, кӗскен каласан; взять слово назад сӑмахна каялла ил; слов нет паллах, каламасӑрах паллӑ.

словом

пĕр сӑмахпа каласан, кĕскен каласан.

сносить

сношу, -осишь несов. снести, снесу кого, что сов. 1. пĕр ҫӗре ҫӗклесе купала, ҫӳлтен аялалла (подвала); 2. лессе пар, кайса яр (ҫырӑва почтӑна); 3. йӑтса антар, антарса пӑрах (кӗлет ҫине тӑвӑл): 4. перен. тӳс, чӑт, тӳссе ирттер (хӑвна кӳрентернине); он не снёс обиды и ударил противника вăл туесе тӑраймӑн, хӑйне кӳрентерекене ҫапса янӑ; см. снашивать, снести.

собеседование

калаҫу (пĕр-пĕр наука, политика т. ыт. темӑсемпе калаҫса ларни).

собрание

1. пуху; общее собрание пĕрлехи пуху; отчетно-выборное собрание отчетпа суйлав пухӑвӗ; открытое собрание уҫӑ пуху; 2. (пĕр-пĕр япаласен, произведенисен т. ыт.) пуххи; собрание сочинений Ленина Ленин сочиненийĕсен пуххи.

совместить

-ещу, -естишь что сов., совмещать несов. 1. пĕрлештерсе тăр; 2. пĕр вӑхӑтрах ик-виҫ вырӑнта ӗҫле; он совмещает в себе разносторонние способности вăл тĕрлĕ ӗҫе пултарать.

совпадать

с чем несов., совпасть, -аду сов. пӗр вӑхӑтра пул, пĕр тĕле килсе тух, пĕр пек пул; день моего рождения совпадает с праздником Первого мая эпӗ ҫуралнӑ кун Майӑн пӗрремӗш уявӗпе пĕр килет.

современный

1. пĕр вӑхӑтри; современные Пушкину писатели Пушкин вӑхӑтӗнчи писательсем; 2. хальхи вӑхӑтри (литература).

сожаление

хĕрхенни, шеллени, кулянни, ӳкӗнни; без сожаления пĕр хĕрхенмесӗр, кулянмасӑр.

сойтись

-йдусь сов., сходиться, -жусь, несов. 1. хирӗҫ пул, тĕл пул; 2. пухӑн; пуҫтарӑн; к празднику сошлись все родственники праҫнике пур хурӑнташсем те пухӑнчĕҫ; 3. пӗр-пӗрне килӗштер, туслаш; 4. калаҫса татӑл, килӗш; сойтись в цене хак пирки калаҫса татӑлӑр; 5. пĕр кил, пĕр пек пул.

солидаризироваться

-руюсь с кем, с чем сов. и несов. (кампа та пулсан) пĕр шухӑшлӑ пул, килӗшӳллĕ пул, пĕр кӑмӑллӑ пул.

солидарность

ж. мн. нет (кампа та пулин) пĕр кӑмӑллӑ, пĕр шухӑшлӑ пулни.

соло

нескл. соло (1. пĕр инструмент валли е пĕр сасӑ валли ҫырнӑ музыка произведенийӗ е сыпӑкӗ;. 2. пĕччен юрласа пани, пĕччен ташласа пани).

сомневаться

в ком, в чем несов. шиклен, иккĕлен, каллĕ-маллĕ шухӑшла, питех ан ĕнен; в этом нет сомнения кунта пĕр иккĕленмелли те ҫук.

сообщать

несов., сообщить, -щу что, о чём, кому, чему сов. 1. пĕлтер, систер, каласа пар, хыпар яр (ту); 2. пĕр-пĕр япалана кирлĕ пахалӑх йышӑнтăр; сообщать ткани водонепроницаемость материе шыв витмелле мар ту.

сообщаться

несов. 1. см. сообщиться; 2. ҫыхӑну тыт, курнӑҫ, пĕр-пĕрин патне хыпар ҫӳрет; 3. ҫыхӑнса тӑр (Мускав шывĕ Атӑлпа).

сообщение

1. пĕлтерни, пĕр-пĕрин патне хыпар ҫӳретни; 2. пӗлтерӳ, хыпар; 3. ҫыхӑну; почтовое сообщение почта урлӑ ҫыхӑну тытни; пути сообщения ҫул-йӗрсем.

сообщество

1. пĕр шухӑшлӑ, пĕр тӗллевлӗ (вӑрттӑн) ушкăн; 2. яланах е вӑхӑтлӑх пӗрле пурӑнакан ӳсентарансен е чӗрчунсен йышӗ, ушкӑнӗ.

сообщник

пĕр-пĕр усал ӗҫ тунӑ çĕре хутшӑнакан çын.

соответствие

килӗшсе тӑни, тӗл килни, пӗр пек пулни, пĕр килни; положения автора находятся в соответствии с последними выводами науки авторӑн тĕп шухӑшӗсем наукӑн юлашки ҫитӗнӗвӗсемпе (вывочӗсемпе) килӗшсе тӑраҫҫӗ.

сопровождаться

1 и 2 л. не употр. несов. 1. (пĕр япала тепĕр япалапа) ҫыхӑнса тӑни, пĕрле пулса пыни; малярия сопровождается ознобом малярипе чирленӗ ҫынна шӑнтать; 2. хыҫҫӑн пул; скарлатина сопровождается осложнениями скарлатина хыҫҫӑн урӑх чирсем пуҫланса каяҫҫӗ (уксахлани, чӗре ыратни).

сорить

несов., насорить сов. (к 1 знач.) 1. ҫӳпле; 2. перен. укҫана ним уямасăр тӑккалама, салатма; сорить деньгами укҫана пĕр хĕрхенмесĕр салатма.

сосредоточить

-чу кого что сов., сосредоточивать несов.. 1. пĕр ҫӗре пух, пӗр вырӑнта пĕрлештерсе тăрат (ҫара); 2. перен. шухӑшна, кӑмӑлна пӗр-пӗр япала ҫинче тыт.

сосредоточиться

-чусь сов., сосредоточиваться несов. 1. пĕр ҫӗре пуҫтăрӑнса (пухӑнса) пӗрлешсе тӑр (ҫар); 2. мĕн ҫинче те пулин пул (шухӑш-кӑмӑл).

состав

1. япала пулӑвӗ, япала мӗнтен тӑни; в состав воздуха входят азот, кислород, углекислый газ сывлӑш азотран, кислородран, углекислӑй газран тӑрать; 2. состав (пĕр-пĕр учреждение е организацие кĕрекен мӗнпур çын); состав президиума президиум составĕ.

специальный

юри, ятарласа тунӑ, ятне тунӑ; специальный корреспондент газеты хаҫатан ятарласа уйăрнӑ корреспонденчĕ; специальное образование пĕр-пĕр специальность илме вĕренни.

спустя

спустя час пĕр сехет иртсен; спустя немного времени варарах, варарахпа, кӑшт вӑхӑт иртсен; спустя лето в лес по малину не ходят ҫу иртсен, вӑрмана хӑмла ҫырли татма ҫӳремеҫҫӗ; все делает спустя рукава пур япалана та вӑйӑн-шайӑн ҫеҫ тӑвать, ӳрĕк-сӳрĕк ӗҫлет.

сравнять

кого, что с кем с чем сов., сравнивать несов. пĕр тан ту; пĕр пек ту.

сравняться

-яюсь с кем, с чем сов. тикĕслен; танлаш, пĕр тан пул.

средство

1. мел, май, меслет, хатĕр; средства производства производство хатĕрĕсем; язык—средство общения чĕлхе вăл — ҫынсене пĕр-пӗринпе хутшӑнма май параканӗ; 2. эмел; средство от кашля ӳслӗк эмелĕ.

стандарт

стандарт, калӑп, пĕр калӑппа пӗр евӗрлӗ тунӑ япаласем.

стандартизация

мн. нет стандартизаци; стандартизацилени, стандартлани, перпеклетни (нумай тĕрлĕ туса кӑларакан япаласене пĕр калӑппа, пĕр евĕрлĕ туса кӑлармалла туни).

старожил

ӗлӗкренпех пĕр вырӑнта пурӑнакан ҫын.

стаскивать

кого, что несов., стащить, -щу, -щишь сов. 1. сĕтĕрсе антар, сĕтĕрсе кай; ҫӗклесе пĕр ҫӗре пух; 2. туртса ил (утияла ҫывӑракан ҫын ҫинчен); хывса ил (атта); 3. ҫаклатса, хĕстерсе (варласа), кайма; кто стащил мой задачник? ман задачнике кам вăрласа кайрĕ?

стекаться

1 и 2 л. не употр. несов., стечься сов. 1. пĕр вырӑна юхса ан, юхса пухӑн; 2. перен. пырса тух, кĕпĕрленсе пыр, капланса тул (халӑх).

стечение

мн. нет пĕрлешсе юхса кайни, пӗр ҫӗре пырса тулни, капланса килни, пĕр вырăнта купаланса тăни.

страсть

ж. 1. питӗ вӑйлӑ туйӑм, пĕр-пĕр япалана (музыкӑна) пит юратни; 2. ҫуйкӑн, кӑмӑл выляни, хӗрарӑма питӗ юратни.

стреляться

несов. 1. перӗнме (пӑшалпа); 2. устар. дуэльте пĕр-пĕрне пеме.

стягивать

что несов., стянуть сов. 1. туртса хытар, туртса ҫых; 2. пĕр ҫӗре пуçтар (ҫарсене); 3. вӑрттӑн ҫаклатса (вӑрласа) кайма.

стягиваться

несов., стянуться сов. 1. разг. кĕскел, йĕпенсе кĕскел (вĕрен); 2. пĕр ҫӗре пуҫтарӑн, пухӑн (ҫарсем).

сфера

хушӑ, хупӑрлӑх, тавралăх, пĕр-пӗр вӑй сарӑлма, аталанма пултаракан тавралӑх; в высших сферах аслӑ ҫынсем хушшинче.

схватить

-ачу, -атишь что сов., схватывать несов. (ко 2 знач.) 1. ярса тыт (хӗҫе); 2. тытӑҫ, пӗр-пĕрне ярса тыт; борцы схватились кӗрешекенсем пĕр-пĕрне ярса тытрĕҫ.

сходный

пĕрешкел, пĕр евĕрлĕ, пĕр пек.

сходство

мн. нет пĕрпеклĕх, пĕр евĕрлĕх, пĕр евĕрлĕ пулни, пĕр пек пулни.

сцепиться

-плюсь, -пишься сов. сцепляться несов. 1. ҫыхӑн, ҫаклан (вагонсем); пĕр-пӗрин ҫумне ҫӑмхалан (тикенек); 2. перен. пĕр-пĕрне ярса тыт.

счёт

1. шут, хисеп; денежки счёт любят укҫа шута юратать; 2. счёт; уплатить по счёту счёт тӑрӑх тӳле; личные счёты пĕр-пĕрин хушшинчи хирӗҫӳ, тавлашу; это сказано на мой счёт куна мана тӗртсе каланӑ; в два счёта пĕр самантрах, питĕ хӑвӑрт.

съезжаться

несов., съехаться сов. 1. ҫул ҫинче тĕл пул, хирӗҫ пул; 2. пĕр ҫӗре (пĕр киле) пуҫтарӑн, пухӑн.

панегирик

панегирик (пĕр-пĕр çын çинчен ытлашши мухтанса каланӑ (ҫырнӑ) сӑмах).

параллельный

1. пар аллеллӗ, юнашар, пĕр-пĕрне касса кайман (йĕрсем); 2. пӗр евӗрлӗ, пĕр йышши, пĕр майлӑ, танлаштарма май пур (явленисем).

партия

1. ушкӑн; партия путешественников ҫулҫӳревҫӗсен ушкӑнӗ; 2. музыка произведенийӗсенчи пĕр-пĕр инструмент валли е уйрӑм çынна юрлама ҫырнӑ пайĕ.

пассаж

пассаж (пĕр урамран кĕрсе тепӗр урама тухмалла тунӑ, икĕ енӗпе магазинсем лартса тухнӑ ҫурт).

пачка

пачка, ҫыхӑ; пачка булавок пĕр пачка булавка (майра йĕппи).

перебранка

пĕр-пĕринпе хирлешни, ятлаҫни.

перебросить

-ошу кого, что сов., перебрасывать несов. пĕр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫар, (тавара, ҫара); 2. пӗр-пӗр япалана (хӳме, шыв) урлӑ ывӑтса каҫар; 3. шыв урлӑ (кӗпер, каҫӑ) хыв.

перевалить

что сов., переваливать несов. 1. пĕр вырӑнтан тепӗр вырӑна турттар, куҫар; пĕр лав ҫинчен тепӗр лав ҫине куҫар (утта); 2. ту урлӑ каҫ; мы перевалили через горный хребет эпир ту хырҫи урлӑ каҫрӑмӑр; 3. пĕр-пĕр асӑннӑ вӑхӑтран ирт; время перевалило за полночь ҫур ҫӗр иртрĕ; ему перевалило за 50 лет вăл аллă çултан иртрĕ.

переводный

(пĕр чӗлхерен тепĕр чӗлхене) куҫарнӑ (литература); переводный бланк укҫа куҫармалли бланк; переводная бумага копи ӳкермелли хут.

перевозить

-жу кого, что несов., перевезти, -езу сов. пĕр вырӑнтан тепӗр вырӑна турттарса кай, турттарса каҫар.

перевозка

(пĕр вырӑнтан тепĕр вырӑна) турттарни, турттарса каҫни.

переглянуться

с кем, с чем сов., переглядываться несов. пĕр-пĕрин ҫине пӑхса ил.

перегонять

кого, что несов., перегнать, -гоню, -гонишь сов. 1. хăваласа ҫитсе иртсе кай; 2. пĕр вырӑнтан тепĕр вырӑна хӑваласа кай (выльӑха); 3. перегонка ту.

перегружать

несов., перегрузить, -жу сов. 1. ытлашши тиесе тултар; 2. ытлашши нумай ӗҫ пар; 3 груза пĕр ҫӗртен тепĕр ҫӗре куҫар.

переезжать

кого, что и через что несов., переехать, -еду сов. 1. каҫса кай (шыв урлӑ); 2. пӗр ҫӗртен тепĕр ҫӗре пурӑнма куҫ; 3. пӗр-пĕр япалана (путеке) таптаса касса кайма (машина).

перекидать

см. перебросить; пĕр-пĕр япала урлӑ ывӑт.

перекладывать

что несов., переложить, -жу сов. 1. япаласене пĕр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса хур; 2. переложить посуду соломой савӑт-сапана улӑмпа чĕркесе хур.

переключить

-чу что сов., переключать несов. куҫар (пĕр тĕрлĕ ӗҫ туса пыракан машинăна тепĕр тӗрлĕ ӗҫ ҫине).

перелететь

-ечу, -етишь сов., перелетать несов. 1. что и через что пĕр вырӑнтан тепӗр вырӑна вӗҫсе лар; 2. вӗҫсе каҫ (хӳме урлă); 3. ҫитмелли вырӑнтан вӗҫсе ирт.

переливать

что несов., перелить, -лью сов. 1. пĕр савӑт ҫинчен тепӗр савӑт ҫине яр (юхтар); 2. ытлашши ярса, хĕрринчен юхтар; переливать из пустого в порожнее юмах ҫаптар, пуш параппан ҫапса лар.

перенос

1. (япаласене) пĕр вырӑнтан тепĕр вырӑна куҫарни; 2. пӗр йĕркене кӗреймен сӑмах пайне тепĕр йӗркене куҫарни.

переноска

япаласене пĕр вырӑнтан тепĕр вырӑна ҫӗклесе (йӑтса) куҫарни.

переодеться

-енусь сов., переодеваться несов. пĕр тумтире хывса тепӗрне тӑхӑн, улӑштарса тӑхӑн.

перепечатка

ҫӗнӗрен (тепĕр хут) пичетлени, пичетлесе кӑларни, пĕр хаҫатран илсе тепĕр хаҫатра пичетлесе кӑларни.

переписка

1. пӗр-перин патне ҫыру ҫӳретни; 2. пĕр-пĕр çын патне ҫырнӑ ҫырусем; переписка Гоголя Гоголь ҫырӑвӗсем (хӑй ҫырнисем те, ун патне ҫырнӑ ҫырусем те).

переписчик

пĕр хут ҫинчен тепĕр хут ҫине ҫыракан.

переписываться

несов. пĕр-пĕрин патне ҫыру ҫӳрет.

пересадить

-жу кого, что сов. пересаживать несов. пĕр вырӑнтан тепĕр вырӑна куҫарса ларт; пурне те (шкулти ачасене) вырнаҫтарса лартса тух.

пересадка

пересадка (1. пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫарса лартни (йывӑҫа); 2. ҫул ҫинче пĕр поезд (пӑрахут) ҫинчен тепĕр поезд (пӑрахут) ҫине куҫса ларни.

перечисление

1. шутласа тухни, хисеплесе тухни; 2. пĕр счётран укҫана тепĕр счёт ҫине куҫарни.

питомец

-мца кам та пулин пӑхса ӳстернӗ çын, пĕр-пĕр шкулта вĕренсе тухнӑ çын; питомец Московского университета Мускав университетĕнчен вӗренсе тухнӑ çын.

плескаться

-ещусь несов. 1. ҫырана ҫапӑн (хумсем); 2. сирпĕн, пĕр-пĕрне сирпĕт, шывра чӑмпӑлтат, шӑмпӑлтат, чӑпӑлтат.

плетеница

(лука) пĕр ҫыхӑ, пĕр мăя (сухан).

погрустить

-ущу сов. пĕр хушӑ хуйхӑрса, хурланса ҫӳреме.

подбросить

-ошу кого, что сов., подбрасывать несов. 1. ҫӳлелле ывӑтса яр; 2. пĕр-пĕр япала айне пăрах (хурăн айне вут); 3. вӑрттӑн пырса пăрах.

подвижной

1. пĕр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫма пултаракан, хусканса ҫӳрекен; 2. йӑрӑ, шухӑ, ҫивӗч, черӗ (ача).

подделка

пĕр-пĕр япала евĕрлĕ тунă начар, суя япала (ылтӑн е хут укҫа).

подлог

пĕр-пĕр документа пăсса, хӑйне кирлĕ пек тӳрлетни.

подноготная

рассказать всю подноготную ҫынран пытарса усранине, ҫын пӗлменнине пӗтӗмпех, пĕр пытармасӑр каласа пар.

подпадать

(под чье-либо влияние) несов., подпасть, -паду сов. пĕр-пĕр çын хыҫҫӑн кайма, ун куҫĕнчен пӑхма, вӑл хушнине туса пыма.

подпирать

что чем несов., подпереть, подотру сов. тĕревле, тĕрев пĕр, тӗкӗле, тĕкĕ пер, чаракла, чарак пер.

подрывать

что несов., подрыть, -рою сов. пĕр-пĕр япала (йывӑҫ) айĕнчен чавала, алт, алтса пыр.

подряд

II нар. пĕр майран, пĕр вӗҫрен, йӗркипе, йӗркерен, пӗрин хыҫҫӑн тепри.

подрядчик

путрет илекен, пӗр-пĕр пысӑк ӗҫ тума килĕшекен.

подчинить

кого, что сов., подчинять несов. 1. пăхăнтар, парăнтар; 2. пӑхăнакан ту (пĕр учреждение теприне).

позволить

кому, чему сов., позволять несов. ирĕк пар, пĕр-пĕр ӗҫ тума ан чар, кӑмӑл ту; позволяет себе слишком много вăл ытлашши; иртĕне пуҫларӗ.

позорить

кого, что несов., опозорить сов. намӑслантар, темĕн те пĕр каласа хӑрт, (унӑн) ятне ҫӗрт ята яр.

покой

1. канӑҫ, канлĕх, канӑҫлĕх; 2. пĕр хусканмасăр, сиккеленмесӗр пӗр вырӑнта тӑп тӑни (юлни).

полемика

полемика, тавлашу пĕр-пĕр ыйтупа; вступить в полемику тавлашӑва хутшӑн.

полоса

1. тӑрӑх, вӑрӑм ансӑр япала (пĕр тăрăх тимĕр, пир, ҫӗр) йӑрӑм, ярам, касӑ; дождь прошёл полосой ҫумӑр кассӑн-кассӑн ҫеҫ ҫуса кайрĕ; 2. полоса (хаҫат страници, пĕр страница набор); 3. тапхӑр; историческая полоса историри тапхӑр.

полюс

1. полюс; Северный полюс Ҫурҫӗр полюсĕ; 2. перен. два полюса пĕр-пĕрне пачах хирӗҫлеякеен.

полярный

1. полюс таврашĕнчи (ҫӗр, сивĕ); 2. пĕр-пĕринчен пачах урăхла, пачах уйӑм (ҫынсем, характерсем); Северная полярная звезда Ҫурҫĕр ҫӑлтӑрӗ.

помешаться

сов. 1. ухмаха ер, сӳтĕл(се кай), ӑсран кай, пӑсӑлса кай; 2. пӗрехмай пӗр япалапа хӑтлан, пĕр япала ҫинчен шухӑшла, ӑна питĕ юрат (музыкӑна).

попадать

несов., попасть -аду сов. 1. лек; 2. килсе тух, килсе лек (пĕр-пĕр ҫĕре); 3. лек: ему попало от отца ӑна ашшĕнчен лекрĕ, ашшĕ ӑна хытӑ ятларĕ; чем попало мĕн алла лекнĕ унпа.

поровну

пĕр пек, пĕр тан (уйӑр).

порция

порци, пай, апат виҫи, апат норми; порция телятины пĕр порци пăру ашĕ.

поселиться

сов., поселяться несов. пĕр-пĕр ҫӗре пурӑнма куçса лар, вырнаҫ.

последователь

м. пĕр-пĕр вĕрентĕве хытӑ тытса тăракан, ӑна пурнӑҫласа пыракан.

последовательный

1. йĕркеллĕ, пĕрин хыҫҫӑн тепри пулса пыракан; 2. логика законĕсем тăрăх пĕр хирĕҫӳҫӗр пулса пыракан (вывод).

последствие

пĕр-пĕр пулса иртнĕ япалан хыҫӗ, йӗрӗ, паллӑ юлни, результачĕ; рябины на лице — это последствие оспы пит ҫинчи шатра — чечче хыҫӗ (чечче чирӗ хыҫҫӑн пулса юлнă); оставить без последствий ыйтнине ахалех хӑвар.

постав

1. пир вырӑнӗ, стан, пĕр тăрăх пир; 2. арман чулĕсем; чул пуставĕ; мельница на два постава икĕ чуллӑ (икӗ тĕлте авӑртса тăракан) арман.

похожий

евĕрлӗ, тӗслӗ, майлӑ, пек, пӗр сӑнлӑ, манерлӗ: куница—зверёк, похожий на хорька сӑсар вӑл пӑсара евĕрлĕ (пек) тискер кайӑк; она похожа на сестру вӑл аппӑшӗпе пĕр сӑнлӑ.

почва

1. тӑпра, ҫӗрĕн ҫиелти сийĕ; 2. никӗс; подготовить почву (для чего-нибудь) (мĕн те пулин тума) никĕс хатĕрле; на личной почве пĕр-пӗрне килӗшермен (курайман) пирки.

почитать

сов., почитывать несов. вуласа пар (пĕр кана), вулакала.

превращение

пĕр япала тепĕр япалана куҫни, урӑх форума йышӑнни; превращение головастиков в лягушку йытпуллисем, кӑшт вӑхӑт иртсен шапа пулса тӑни.

преданный

(пĕр-пĕр ӗҫе чунтан парӑннӑ (çын).

предвзятый

(мнение) пĕр-пĕр çын е япала ҫинчен малтанах, унпа паллашичченех, тĕрĕс мар шухăшлани.

предвкушать

что несов., предвкусить, -ушу сов. (пĕр-пĕр япала лайӑх пуласса шанса) малтанах хĕпĕртени, савӑнни.

предоставлять

кого, что кому, чему несов., предоставить, -влю сов. пар (сăмах), пĕр-пĕр япалапа усă курма ирĕк пар (вӑхăтлăха ху хваттерне юлташна пар (яр).

предостережение

(пĕр-пĕр ҫынран е япаларан сыхланма кирлине) малтанах каласа пӗлтерни, малтанах систерни, асăрхаттарни.

предписание

хушни, пĕр-пĕр ӗҫ тума хушса ҫырса пани.

предрасположение

мн. нет пĕр-пĕр ӗҫ тума (музыка тӗлӗшпе ӗҫлеме) кӑмӑл туртни, пӗр-пӗр япала (чир) еннелле туртӑнни, пĕр-пĕр чирпе (туберкулёзпа) часах чирлеме пултарни.

предшественник

пĕр-пĕр çын умĕн ҫав ӗҫрех ĕҫленӗ ҫын.

предъявлять

что, несов., предъявить, -влю сов: 1. (пĕр-пĕр документ) кӑтарт; 2. предъявить иск к должнику парӑмҫӑран укҫа шыра (суда парса).

преемник

пĕр-пĕр ҫын хыҫҫӑн ӗҫлеме кӗнӗ ҫын.

преклонение

1. тайни (пуҫа); 2. пĕр-пĕр ҫынна ытла пысӑка хурса хисеплени.

прения

мн. прени (пĕр-пĕр ыйтӑва йышпа сӳтсе явни, ун тăрăх тавлашни).

пресытить

-ыщу сов.,, пресыщать несов. йӑлӑхтар, йĕпхĕрт, ытлашши ҫитерсе тӑрантар; однообразная пища скоро пресыщает ялан пĕр тĕрлӗ апат йӑлӑхтарать, йӗпхӗртет.

прибегать

к кому, к чему несов., прибегнуть сов. пĕр-пĕр çын патне пырса пулӑшу ыйт, хута кӗме, хӳтӗлеме ыйт; прибегнуть к оружию алла хӗҫпӑшал тыт.

привидение

вилнĕ çын е кунта ҫук çын, пĕр-пĕр япала куҫ умӗнче тӑна пек курӑнни, туйӑнни.

придвигать

что к чему несов., придвинуть сов. пĕр-пĕр япала ҫумнерех, патнерах сиктер, куҫар; придвинь стулья к стене пукансене стена ҫумнерех сиктерсе ларт.

призадуматься

над чем сов. разг. призадумываться, -аюсь несов. шухӑша кай, шухӑша пут, пĕр вӑхӑт шухӑшласа тар.

прикладывать

что к чему несов., приложить, -жу сов. пĕр-пĕр япалана тепĕр япала ҫумне ҫыпӑҫтар (ҫӑпан ҫине пластырь); пус (пичет); приложи-ка руку к сердцу аллуна чĕре патне хур-ха; см. прилагать.

приключение

приключени (тӗрлӗрен мыскараллӑ, кулӑшла е хӑрушӑ ĕҫсем пулса иртни, ҫӳренӗ ҫӗрте темĕн те пĕр пулни).

прикорнуть

сов. разг. тӗршӗнсе хутланса выртса кӑшт кӑтӑш пул, пĕр самант ҫывӑрса ил.

примерзать

к чему несов., примёрзнуть сов. пĕр-пĕр япала ҫумне шăнса лар (вут пуленки ҫӗр çумне).

примкнуть

к кому, к чему сов., 1. примыкать несов. 1. (пĕр япалана тепĕр япала ҫумне) тачӑ тӑрат; 2. ер, хутшӑн, кам енне те пулин ҫавӑрӑн, пĕрлеш.

принадлежность

ж. 1. хатĕр, тавраш; постельные принадлежности тÿшек-ҫытар; 2. пĕр-пĕр ушкӑнра тӑни; его преследовали за принадлежность к большевистской партии ӑна большевиксен партийĕнче тӑнӑшӑн питĕ хӗсӗрленӗ; передать по принадлежности кама памалла, ҫавна пар (хуçине пар).

приобрести

-ету кого, что сов., приобретать несов. туян, ил, туп; приобрести часы сехет туян (сутӑн ил); приобрести доверие шанчӑка кӗр; приобретать навыки пĕр-пĕр ӗҫе вĕренсе çит.

приоритет

пĕр-пĕр открытие, изобретение пуринчен малтан туни.

приостановить

-влю, -овишь что сов., приостанавливать несов. пĕр вӑхӑта чар, чарса тăр (суд решенине), чарӑнса тăр (наступлени тума).

приписывать

что несов., приписать, -ишу сов. 1. пĕр-пĕр япалана, ӗҫе ҫавӑн тесе шутла; открытие Америки неправильно приписывали моряку Америго Америкăна Америго моряк уҫнӑ тесе йӑнӑш шутланӑ; 2. кӗрт, кӗртсе ҫыр; его приписали к нашему призывному участку ӑна пирĕн призыв участокĕн списокне кĕртсе ҫырнӑ.

присаживаться

несов. кӑшт лар, пĕр кана лар.

присохнуть

сов., присыхать несов. хытса ҫыпҫӑнса лар, типсе ҫыпҫӑнса лар (мӗн те пулин пĕр-пĕр япала ҫумне).

приспешник

презр. хӳрешке (пĕр-пĕр ҫыншӑн темĕнле усал ӗҫ тума та хатĕр (ҫын).

приспособление

1. майлашни, хӑнӑхни; приспособление организмов к окружающей среде организмсем тавралӑха хӑнăхни; 2. пĕр-пĕр ӗҫ тумалли хатĕр, механизм.

приставить

-влю кого, что сов., приставлять несов. 1. (пĕр япалана тепĕр япала) çумне ларт (тӑрат); приставь стол к стене сĕтеле стена ҫумне ларт; 2. пӑхма, асӑрхама кама та пулин хуш; к скотине приставили особого скотника выльӑха пӑхма ҫын уйӑртӑмӑр.

пристраивать

кого, что к чему несов., пристроить, -ою сов. 1. пĕр хуралтӑ ҫумне тепĕр хуралтӑ ҫыпӑҫтарса ларт; 2. ӗҫе кӗрт, вырнаҫтар.

притяжение

туртӑм (япаласем пĕр-пӗрин патнелле) туртӑнни; закон земного притяжения ҫӗрӗн туртăм законӗ, ҫĕр пур япаласене те хăй çине туртни.

приурочить

что к чему сов., приурочивать несов. хӑвӑн ӗҫне пĕр-пĕр паллӑрах вӑхӑтпа майлаштар, тĕл кӳр; окончание строительства приурочить к Новому году строительствăна Ҫĕнӗ ҫул тӗлне пĕтермелле ту.

приходиться

-жусь, -дишься несов., прийтись, придусь, пр. пришёлся сов. 1. лек, тив; я ему прихожусь родней эпӗ ӑна хурӑнташ лекетӗп, пулатӑп, тиветĕп, эпĕ унпа пĕр тӑван, унпа хурӑнташлӑ; 2. тив; по 30 рублей на человека пришлось çын пуҫне вӑтӑршар тенкĕ тиврĕ; 3. тӳрӗ кил; мне по пути пришлось заехать к товарищу мана ҫул май юлташ патне кĕрсе тухма тӳрĕ килчĕ; прийтись по вкусу кӑмӑла кай.

пробегать

несов., пробежать, -егу, -ежишь сов. 1. чупса ирт, чупса иртсе кай; 2. чупса тух, пӗр вырӑнтан тепĕр вырӑна чупса сит; спортсмен пробежал 20 км в 1 час 46 мин. спортсмен 20 км пĕр сехет те 46 мин. чупса тухрĕ; пробежать газеты хаҫатсене питĕ хӑвӑрт пӑхса (вуласа) тух.

проблеск

1. сасартӑк ялт курӑнса каякан ҫутӑ; 2. перен. пĕр саманта тӑн килсе кĕни.

провезти

-езу кого, что сов. провозить, -ожу, -озишь несов. 1. турттарса иртсе кай (пирӗн умран), лартса илсе ҫитер; 2. пӗр-пĕр япала ӑшне (чӑматана, миххе) хурса чиксе кай (кĕнекесене); провозить собак в вагоне трамвая воспрещается йытӑсене трамвай вагонне лартса ҫӳреме юрамасть.

провинциализм

провинциализм (чĕлхен пĕр-пĕр вырӑнта ҫеç усă куракан сӑмахсемпе ҫаврӑнӑшсем; сӑмахран: маря, маҫак, хӑнча (майра, асатте, хӑҫан вырӑнне).

провоцировать

кого, что несов., спровоцировать сов. 1. провокаци туса хĕтĕрт (пĕр-пĕр ӗҫ тума); 2. провокаци ту.

прогорать

несов., прогореть сов. 1. ҫунса пĕт; 2. пĕр вӑхӑта ҫунса лар; лампа прогорела всю ночь лампа ҫӗрӗпех ҫунса ларчĕ; дело прогорело ӗҫ тухмарĕ.

прожужжать

, -жжу, -жжишь сов. 1. нӑйлатса (нӑрлатса, нӑйӑлтатса) вĕҫсе ирт; 2. нӑйлатса ирттер (ҫӗре); он прожужжал мне уши вӑл, пӗрехмай пĕр япала ҫинчен калаҫса, мана йӑлтах йӑлӑхтарчӗ, йӗрӗнтерсе ҫитерчӗ; ӑна илтес килми пулчĕ.

прозябание

пĕр тĕллевсӗр, уссӑр пурӑнни, нимӗнле те интересленмесӗр пурӑнни.

прозябать

несов. пĕр тĕллевсĕр, нимĕнпе те интересленмесӗр, усӑсӑр пурӑнма.

прокламация

прокламаци (халӑх хушшинче вӑрттӑн сарма пĕр-пĕр политика ыйтӑвĕпе ҫырнӑ листовка).

пролёт

1. (пĕр вырӑнтан тепĕр вырӑна) вӗҫсе тухни; вĕҫсе ирттернĕ вӑхӑт; 2. икĕ япала хушшинчи усă вырăн, чугун ҫулӑн икĕ станци хушшинчи участокĕ.

пролог

1. пролог (хӑш-пĕр литература произведенийĕн умĕнчи пайĕ); 2. пуҫламӑшӗ; пролог новой жизни ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫламӑшӗ.

промолвить

- влю, -вишь что сов. сӑмах хуш, чĕн; молчит, слова не промолвит чĕнмест, пĕр сӑмах хушмасть.

промучиться

-чусь сов. пĕр вӑхӑт тарӑхса пурӑнма, чылайччен асăпланма (задача шутлаймасӑр).

проникаться

чем несов., проникнуться сов. тарӑн ӑналанса халь пӗр-пĕр туйӑма чĕре патнех ҫитекен ту; проникнуться любовью к родине тăван ҫӗршыва пӗтӗм чӗререн юрат.

пропускной

пропускная способность кино кино пĕр сеансра миҫе ҫын кÿртсе кӑларма пултарни; пропускная бумага чернилпа ҫырнине сӑхтармалли, типӗтмелли хут.

проследить

-жу кого, что сов., прослеживать несов. 1. йĕрлесе пыр, йĕрлесе ҫӳре, асӑрхаса пыр; 2. тӗпчесе, сӑнаса пӗл, тӗпчесе тишкерсе тух (пĕр-пĕр явление).

проспорить

что сов., проспоривать несов. (к 1 знач.) 1. тавлашса яр (укҫа); 2. тавлашса ирттер (пĕр сехет, икĕ сехет).

простейший

чи ансат; простейшие животные ансат (пĕр клеткӑллӑ) чĕрчунсем.

просуществовать

-ствую сов. пĕр вӑхӑт пурӑн, тытӑнса тăр, пыр, лар; Парижская Коммуна просуществовала 72 дня Париж Коммуни 72 кун тытӑнса тӑнӑ.

просьба

ыйту, ыйтни, тархаслани, йӑлӑнни; у меня до вас просьба эпĕ сиртен пĕр япала ҫинчен ыйтасшӑн.

протаскать

кого, что сов. разг., протаскивать несов. пĕр вӑхӑта ҫӗклесе (йӑтса) ҫӳре (алӑри ачана).

протяжение

1. хушши, хутлӑх, тӑршшӗ; по Волге на протяжении 20—30 километров тянется высокая гора Атӑл тӑрӑх пĕр 20—30 километр хушши (километра ҫити) ҫӳллӗ ту пырать; 2. хушӑ; на протяжении десяти лет вунӑ ҫул хушши(нче).

путч

пĕр-пĕр ушкӑн государствӑра переворот тума хăтланни.

пята

кĕле, ура кĕли; ходить за чем-либо по пятам ҫын хыҫӗнчен пĕр хӑпмасӑр йĕрлесе ҫӳре; под пятой пусмӑр айӗнче, пӑхӑнса.

час

1. сехет; мы сидели до часу ночи эпир çур çĕр иртни пĕр сехетчен лартăмăр; 2. вăхăт, тапхăр; настанет час расплаты тавăрас вăхăт çитĕ; в добрый час телей пултăр, ĕçӳ ăнăçлă пултăр; ждём его с часу на час эпир ăна кĕç-вĕç килсе çитĕ тесе кĕтсе тăратпăр; пробил мой последний час манăн вилĕм çитрĕ; стоять на часах часовой пулса, хуралта тăр.

часовой

1. сехет; часовая стрелка сехет йĕппи; 2. сехет тăрăх; часовая оплата труда ĕçленĕшĕн сехет тăрăх тӳлени; 3. пĕр сехет тăсăлакан; часовая беседа пĕр сехете пынă калаçу; часовых дел мастер сехет ăсти.

частичный

пурне те мар, пĕтĕмпе мар, уйрăм пайне çеç, пĕр пайне çеç, кăшт çеç.

через

1. урлă; переплыть через Волгу Атăл урлă ишсе каç; 2. витĕр; пройти через лес вăрман витĕр тух; влезть через окно чӳречерен кĕр; 3. сиктерсе; у меня приступы малярии бывают через день мана сивĕ (сивчир) кун сиктерсе тытать; 4. тăрăх; мы с ним познакомились через письма эпир унпа çыру тăрăх паллашрăмăр; 5. -ран, -рен; через месяц я поеду в Москву пĕр уйăхран эпĕ Мускава каятăп.

что

местоим. 1. мĕн, мĕскер; 2. мĕн чухлĕ (тăрать); что бы то ни было, во что бы то ни стало кирек мĕн пулсан та; что будет, то и будет мĕн пулса мĕн килĕ; ну что же, пусть мĕн вара, пулин; за что мĕншĕн; ни за что, ни про что пĕр айăпсăрах, ним айăпсăр; для чего, на что, к чему тебе это мĕне кирле ку сана; что стоит эта вещь? мĕн чул тăрать ку япала?

тавтология

тавтологи (пĕр-пĕр мала е шухăш çинчен ним уссăр темиçе хут урăх сăмахсемпе каласа е çырса пани).

таиться

таюсь, таишься несов. 1. (шухăшна) пытар, çынна ан кала, ан пĕлтер; говорить, не таясь пĕр пытармасăр кала; 2. сыхланса тăр, пытарăнса тăр, пытанса тăр.

такса

1. такса (тĕрлĕ таварсен туса панă хакĕ е пĕр-пĕр ĕçшĕн тӳлемелли виçе).

тараторить

несов. разг. пĕр чарăнмасăр хăвăрт калаç, пакăлтат, çатăлтат.

тараторка

м. и ж. разг. çатăлти, пĕр чăрăнмасăр пакăлтатма юратакан çын, талпаса перекен çын.

твердить

-жу, -дишь что и о чем несов. çине-çине кала, пĕрмай кала, темиçе хут каласа вĕрен (пĕр япала çинчен).

тембр

тембр, сасăсен уйрăмлăхĕ (пĕр-пĕр тона купăс, кларнет, пианино çинче янратсан, арçын е хĕрарăм юрласан, çав тон сасси кашни çыннăн, кашни инструментăн кăшт урăхларах илтĕнни).

теплоёмкость

ж. мн. нет пĕр-пĕр япалана 1° таран ăшăтма кирлĕ ăшă.

теплота

ăшă; теплота тела ӳт ăшши; теплота плавления шăрану ăшши, пĕр-пĕр метала шăранма мĕн чухлĕ ăшă кирли.

термин

термин (наукăри, техникăри, искусствăри пĕр паллă ăнлава палăртакан сăмах).

теряться

-яюсь несов. 1. çухал, çĕт; 2. перен. тăнран кай; ним тума аптара; он в трудных случаях легко теряется пĕр-пĕр йывăрлăх килсе тухсан, вăл ним тума пĕлмесĕр аптăраса тăрать.

тесина

пĕр çӳхе хăма.

тесниться

, -нюсь несов. 1. хĕсĕн, хĕсĕнсе тачă тăр, хупăрлан, хĕвĕн; мы раньше теснились в одной комнате эпир ĕлĕк пĕр пӳлĕмре хĕсĕнсе пурăнаттăмăр; 2. перен. хĕвĕнсе кил, кĕпĕрленсе кил, капланса кил (шухăшсем).

тип

тип (1. мĕнĕн те пулин форми, пĕр тĕрлĕ япаласен, явленисен, ушкăнĕн тĕслĕхĕ; 2. сăнлăх, пĕр тĕрлĕ, çынсен тĕп паллисене пĕрлештерсе пĕтĕмлетсе кăтартакан сăнар).

типичный

сăнарлă, типлă; ыттисемпе пĕр евĕрлĕ (япала).

тирада

тирада (1. пьесăра хавхаланса пĕччен аламалли вăйлă вырăн; 2. сăввăн пĕр абзацран тепĕр абзаца çити илнĕ татăкĕ).

тождественность

тожественность ж. мн. нет пĕрешкеллĕх, пĕрпеклĕх, пĕр пек пулни.

тождественный

тожественный пĕрешкел, пĕр пекех, тождество и тожество пĕрешкеллĕх, пĕрпеклĕх.

ток

3. хăш-пĕр кайăксен туйĕ; тетеревиный ток ăсан туйĕ.

только

нар. кăна, анчах, çеç (çех), чух, тин, шăкăр; только что, лишь только анчах çеç, тин çеç; у них только одна дочь вĕсен пĕр хĕр çеç; у меня одни только сыновья ман ачасем шăкăр ывăл.

топтаться

-чусь несов. 1. пĕр вырăнта тапăртатса тăр (лаша); 2. таптан; трава топчется курăк таптанать; топтаться на месте разг. перен. ĕçре малалла каймасăр, пĕр вырăнтах тăма.

тот

, та, то лешĕ, тепри, çавă, вăл; в ту ночь мороз был нестерпим вăл çав каç чăтма çук сивĕ пулнă; на той стороне Волги Атăлăн (Атăл) леш енче; месяц тому назад пĕр уйăх каярах; того и гляди кĕç-вĕç; тем не менее çапах та, апла пулин те; тем временем ку (çав) хушăра; ни с того, ни с чего ахалех, кăлăхах, нимренех, нимĕскертенех; не без того унсăр мар, ахаль мар ĕнтĕ; то и дело яланах, пĕрмаях.

точь-в-точь

тĕп-тĕрĕс; пĕр пекех, каснă-лартнă.

травинка

пĕр курăк туни.

трактат

трактат (1. пĕр-пĕр ыйтăва тĕпчесе çырнă наука ĕçе; 2. государствăсем хушшинчи договор).

транскрибировать

ж. -бирую что сов. и несов., протранскрибировать сов. транскрипциле, транскрипци ту (чĕлхери сасăсен мĕнпур уйрăмлăхĕсене, алфавитри саспаллисемсĕр пуçне, ятарласа йышăннă паллăсемпе кăтарт; пĕр алфавитпа çырнине тепĕр алфавит çине куçар; пĕр-пĕр инструмент валли çырнă музыка произведенине урăх инструмента калама е пĕр-пĕр сасăпа юрламалли кĕвве урăх сасăпа юрламалла туса çырни).

транскрипция

транскрипци (чĕлхери сасăсен мĕнпур уйрăмлăхĕсене палăртма ятарласа йышăннă паллăсем); пĕр алфавита çырнине тепĕр алфавит çине куçарса çырни, сăмахран, арабсен саспаллисемпе çырнине латин е вырăс саспаллийĕсемпе çырса пыни).

транспортировать

-рую что сов. и несов. (тавара е урăх япалана) пĕр вырăнтан тепĕр вырăна турттарса куçар.

трафарет

трафарет (1. малярсен тĕрлĕрен илемлĕ тĕрĕсем туса сăрламалли шăтарса тунă ӳкерчĕкĕ; 2. перен. пĕр хăнăхнă йăлапа ним шухăшламасăр туса тăмалли тĕслĕх).

трение

1. сĕртĕнӳ, сĕртĕнни, пĕр-пĕрне сĕртĕнсе тăни (машина пăйĕсем); 2. перен. хирĕçӳ, тавлашу; между нами бывают трения эпир пит килĕштерсех пурăнмастпăр (хирĕçкелесе илетпĕр).

трещать

-щу, -щишь несов. 1. шатăртат (пăр), нăртлат, çатăртат (пăшал сасси), чăрлат (шăрчăк); 2. перен. япăхлан, юхăнса çит; дело трещит по всем швам ĕç япăхланса çитрĕ, пăчланса ларать; 3. перен. нумайччен пĕр чарăнмасăр калаç, пакăлтат; голова трещит разг. пуç çурăлса тухас пек ыратать.

трещотка

1. шатăрмак, шакăрча, шакăртма; 2. перен. çатăлти, пакăлти, пĕр чарăнмасăр палкама юратакан çын.

трилогия

трилоги (пĕр авторăн тĕп шухăшпа сюжет тĕлĕшĕнчен пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăракан виçĕ уйрăм произведенийĕ).

троюродный

виççĕмĕш сыпăкри ратне, хурăнташ, тăван (асаттепе, асаннепе, кукаçейпе, кукамайпа пĕр-тăваннисен ачин ачисем).

труппа

труппа (пĕр-пĕр театрти е циркри артистсен ушкăнĕ).

тупик

тупик 1. ялта пӳрт е хӳме çине пырса пĕтекен урам; 2. станцире пăравуса, вагонсене вăхăтлăха тăратма тунă пĕр вĕçĕ питĕрĕнсе тăракан çул юппи; 3. перен. аптраса çитни; стать в тупик (ним тума пĕлмесĕр) аптраса тăр.

тут

разг. 1. кунта, çакăнта; 2. çавăн чухне, вара; он тут как тут вăл пĕр кĕтмен çĕртенех кунта килсе тухнă та.

царапаться

несов. 1. чăрмалама; 2. пĕр-пĕрне чăрмалама; 3. перен. ятлаçма, хирлешме (пĕр-пĕринпе).

цвет

мн. -а 1. тĕс; 2. простор. чечек, çеçке см. цветок мн. цветы; 3. перен. чи лайăх пай; цвет нации халăхăн чи паллă, чаплă çыннисем; цвет молодёжи çамрăксен чи лайăх пайĕ (пĕр-пĕр ĕçре чапа тухнисем); он умер во цвете лет вăл вăйпитти вăхăтра, çамрăкла вилнĕ.

целковый

устар. пĕр тенкĕлĕх кĕмĕл укçа, пĕр тенкĕ.

целоваться

несов. поцеловаться сов. пĕр-пĕрне чупту.

централизация

мн. нет централизаци, централизацилени (центртан аякри вырăнсене центра пăхăнтарни, управление пĕр вырăна пухни).

цепочка

1. пĕчек сăнчăр, вăчăра (сехетĕн); 2. карта (пĕр-пĕрин хыççăн пыракан боецсен ушкăнĕ).

цепь

ж. 1. сăнчăр; 2. пĕр вĕçрен пыракан пĕр пек япаласем (тусем); 3. перен. йывăрлăх, пусмăр, сăнчăр; цепи рабства чуралăх сăнчăрĕ (пусмăрĕ).

цикл

цикл (паллă вăхăт хушшинче пулса иртнĕ явленисен, ĕçсен ушкăнĕ); профессор прочел рабочим завода цикл лекций об авиации профессор заводри рабочисене авиаци çинчен пĕр цикл лекци вуласа панă.

цыкать

на кого, на что несов., цыкнуть однокр. простор. хăтăрса пăрах, юнаса кăшкăрса пăрах, пĕр сăмах та ан уçтар.

хлебать

что несов., хлебнуть однокр. разг., сып, шӳрпе сып; хлебнуть стакан чайку (пива, вина) пĕр стакан чей (сăра, эрех) ĕç, ĕçсе ил.

фаворит

фаворит (1. пĕр-пĕр аслă, чаплă çын кăмăллакан, юратакан çын); 2. еркĕн; фавориты Екатерины II иккĕмĕш Екатеринăн еркĕнĕсем.

факел

факел (пĕр вĕçне сăмалаланă сӳс чĕркесе çунтаракан кĕске патак).

факсимиле

ср. нескл. факсимиле (алă пуснин, алçырăвĕн, пĕр-пĕр документăн тĕп-тĕрĕс ӳкерчĕкĕ).

фауна

мн. нет фауна (чĕрчун тĕнчи, пĕр-пĕр çĕрте тĕл пулакан мĕнпур чĕрчунсем); фауна Чувашской республики Чăваш республикинчи чĕрчунсем.

фейерверк

фейерверк (пĕр-пĕр пысăк уяв чухне тӳпене тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе çутатни, вăл темиçе тĕслĕ çулăм кăларса илемлĕ çунать).

филиал

филиал (пĕр-пĕр пысăк учрежденин е организацин уйрăмĕ, пайĕ); Казанский филиал Академии наук Наукăсен Академийĕн Хусанти филиалĕ; филиал банка банк филиалĕ.

филология

мн. нет филологи (пĕр-пĕр халăхăн чĕлхипе литературине тĕпчесе вĕренекен наукăсем); славянская филология славян филологийĕ.

финал

финал (1. мĕн те пулин вĕçленсе çитни; 2. музыка е драма произведенийĕн вĕçĕ; 3. спортпа мала тухнă икĕ команда е икĕ çын пĕр-пĕринпе ăмăртни).

финансировать

, -рую кого, что сов. и несов. укçа парса тăр (пĕр-пĕр предприятие е учреждение).

флотилия

флотили (1. пĕр-пĕр юханшыв çинчи çар карапĕсем; 2. кимĕсен пĕчĕк ушкăнĕ); рыбачья флотилия пула тытакансен киммисем.

фон

1. фон, тĕп тĕс; фон картины картинăн (ӳкерчĕкĕн) пĕтĕмĕшле тĕсĕ, тĕп тĕсĕ; 2. пулса иртекен пĕр-пĕр япалан (событин) тавралăхĕ.

фонд

фонд (1. пĕр-пĕр япала валли сыхă ятне уйăрса хунă укçа-тенкĕ; 2. хатĕрлесе хунă запас); строительный фонд строительство фончĕ; посевной фонд акма хăварнă вăрлăх.

форма

1. форма, калăп, кап, кӳлепе, кĕлетке; земля имеет форму шара çĕр чăмăрĕ шар евĕрлĕ; 2. мĕнĕн те пулин тытăмĕ, структури; Советы явились новой революционной формой народного творчества Советсем халăх творчествин çĕнĕ революциллĕ форми пулса тăчĕç; 3. форма, пĕр тĕслĕ, пĕр евĕрлĕ касса çĕленĕ тумтир; 4. форма, тĕслĕх; заявление написано не по форме заявление форма тăрăх çырман; отрицательная форма грам. çуклă форма.

форменный

формăллă, пĕр евĕрлĕ (тумтир, картуз).

формулировать

, -рую что сов. и несов., также сформулировать сов. (пĕр-пĕр шухăша, положение, решение) кĕскен тĕрĕс каласа пар.

фракция

фракци (организациленнĕ пĕр шухăшлă ушкăн (парламентра).

фронт

фронт 1. çар ретĕн, шеренгăллă тăрса тухни; 2. вăрçăра тăшман еннелле пăхса тăракан çар речĕ; 3. вăрçăра пĕр командующие пăхăнса таракан çар ушкăнĕ; 4. перен. фронт, пĕрлешӳ; единый антифашистский фронт фашизма хирĕç пыракан пĕрлĕхлĕ фронт.

функционировать

, -рую несов. ĕçле (пĕр-пĕр механизм, ăшри орган, учреждени, предприяти çинчен).

функция

функци (1. пĕр-пĕр ăшри органăн, организмăн ĕçĕ; 2. перен. тумалли ĕçсем); выполнять свои функции хăвăн ĕçӳсене туса пыр.

фурор

мн. нет фурор (шавлă пысăк савăнăç, пысăк хаваслăх, пĕр-пĕр япалана (кам та пулин юрланине) кăмăллăн йышăннине халăх питĕ шавлăн палăртни).

увлекаться

кем, чем несов., увлечься, -екусь, -чёшься сов. 1. питĕ интереслен (ĕçпе), (пĕр-пĕр япалапа) ытлашши юрат, ун çинчен анчах шухăшласа пурăн; 2. юратса пăрах (хĕре).

уговор

1. каласа килĕштерни, каласа итлеттерни; 2. пĕр канашлă пулни, калаçса татăлни, сăмах татни.

угол

угла кĕтес; прямой угол тӳрĕ кĕтес; острый угол шĕвĕр кĕтес; тупой угол пуклак кĕтес; передний (почетный) угол избы кĕреке; угол против чела печки кăмака кукри; из-за угла вăрттăн, систермесĕр; угол зрения пĕр-пĕр ĕç е ыйту çине епле пăхни.

угрызение

угрызение совести пĕр-пĕр усал ĕç тунăшăн ăшчик пĕрехмай вăрканни, çунни, пăшăрханни, ниçта та канăç тупма пултарайманни.

уделить

что кому, чему сов., уделять несов. 1. уйăрса пар; 2. кăмăл ту; удели мне пять минут пĕр пилĕк минут хушши мана итлесе кăмăл туччĕ; этому вопросу нужно уделить серьезное внимание ку ыйтăва тимлĕрех пăхса тухас (сӳтсе явас) пулать.

удой

пĕр сăвăм сĕт; утренний удой ирхине сунă сĕт, ирхи сăвăм; вечерний удой каçхи сăвăм.

уживаться

с кем, с чем несов., ужиться, уживусь сов. 1. (пĕр-пĕринпе) килĕштерсе пурăн; 2. (çĕнĕ вырăнта) пурăнма хăнăхса çит.

уживчивость

ж. мн. нет пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни.

ультиматум

ультиматум (пĕр государство тепĕр государствăна вăйпа хăратса мĕн те пулин тума хушни).

умывать

кого, что несов., умыть, умою сов. çу, çуса яр (ачана); умыть руки ответлăха хăвăнтан сир, (пĕр-пĕр ĕçрен) пăрăнса юл.

умысел

, -ела (пĕр-пĕр усал ĕç тума) малтанах шутласа хуни, вăрттăн шухăш.

унисон

унисон (пĕр çӳллĕшлĕ сасса темиçе çын е темиçе инструментпа янратни).

уподобиться

-блюсь, -бишься кому, чему сов., уподобляться несов. (пĕр-пĕр япала) евĕрлĕ пул, (кам пек те пулин) пул, пĕрпеклен.

управление

1. мн. нет тытса тăни (государствăна), тытса пыни (самолёт); 2. тытăм, управлени; дорожное управление çул-йĕр управленийĕ; 3. грам. управлени (пĕр сăмах теприне синтаксис енчен пăхăнса тăни).

управлять

кем, чем несов. 1. тытса пыр (автомобиле); 2. тытса тăр, ертсе пыр (государствăна, фабрикăна); 3. грам. пăхăнтарса тăр (пĕр сăмах теприне синтаксис енчен).

упражнение

1. мн. нет пĕр-пĕр ĕçе тума хăнăхни, хăнăхтарни, хăнăхтарасшăн ĕçлеттерни; 2. хăнăхтару, упражнени.

упускать

кого, что несов., упустить, -щу, -стишь сов. 1. алăран ярса çухатма, сисмесĕр юлма, тытаймасăр юлма; 2. перен., усă курмасăр юлма (май килнĕ чух); в страду день упустишь — годом не наверстаешь ĕççинче пĕр кун ĕçлемесĕр ирттерсен, ăна çулталăкра тавăраймăн; я это упустил из виду эпĕ ăна маннă, астумасăр хăварнă.

уравнение

1. пĕр тан туни; 2. матем. уравнени.

уравнивать

1. кого, что несов., уравнять сов. танлаштар, тан ту, пĕр пек ту; уравнять в правах право енчен тан ту, пĕр тан правăллă ту.

уравниваться

1. -аюсь несов., уравняться, -яюсь сов. танлаш, пĕр тан пул.

уравновесить

-шу, -сишь что сов. уравновешивать несов. танлаштар, пĕр тан ту, шайлаштар.

уравновеситься

-шусь сов., уравновешиваться несов. танлаш, пĕр тан пул, шайлаш.

уроженец

-нца (пĕр-пĕр вырăнта) çуралнă (çуралса ӳснĕ) çын; уроженец Москвы Мускавра çуралнă (çуралса ӳснĕ) çын.

урок

1. урок (1. каланă вăхăтра (срокра) туса пĕтермелли ĕç; 2. класра пĕр предметпа вĕреннĕ сехет; 3: вĕренекенсене çитес заняти валли вĕренсе килме панă ĕç; вĕрентсе калани, вĕрентсе вăрçни; ăс пани).

усобица

истор. пĕр-пĕрин хушшинчи тавлашу, хирĕçӳ, вăрçă.

утеха

йăпану, савăнăç, хаваслăх, кăмăл тулни, киленсе пурăнни; у него одна утеха — музыка (охота, спорт) унăи пĕр йăпану — музыка (сунар, спорт).

уткнуться

-нусь во что сов. разг. 1. хĕсĕнсе тăр (кĕтесре), пите пĕр-пĕр япала ăшне чик; девочка уткнулась головой в подушку хĕрача питне минтер ăшне чикнĕ; 2. чик, пек; он уткнулся в книгу вăл пуçне кĕнеке çине чикнĕ.

утрировать

-рую что сов. и несов. ӳстерсе кала (пĕр-пĕр япала, ĕç çинчен), ытлашши (пăсса) мухта.

участковый

пĕр участок(а) пăхакан, участокри; участковый врач участокри врач, участок врачĕ.

участник

(пĕр-пĕр ĕçе) хутшăннă çын; участник экспедиции экспедицие кайнă çын, экспедицире пулнă çын.

учредитель

учредитель (пĕр-пĕр обществăна, учреждение) пуçарса яракан.

ярка

, ярочка пĕр хĕл каçнă пăруламан путек.

балл

балл (пĕр-пĕр явлени — çил, çĕр чĕтреннине, тырпул мĕнле пулнине, ачасем шкулта мĕнле вĕреннине т. ыт. те виçмелли единица).

барство

çынна ĕçлеттерсе улпут пек пурăнни; барствует улпут пек пĕр ĕçлемесĕр, çынна ĕçлеттерсе, эксплуатацилесе пурăнать, улпутла пурăнать.

барщина

устар. барщина (крепостла право чухне хресченсем улпут патĕнче ирĕксĕр, пĕр укçасăр ĕçлесе тăни).

бацилла

бацилла (бактерисен пĕр тĕсĕ).

беженец

, -нца беженец (пĕр вырăнтан тепĕр вырăна вăрçă пирки е урăх мĕнле те пулин инкек пирки куçса (тарса) кайнă çын).

без

, безо предлог, управл. род. п.; -сăр, -сĕр; без воды шывсăр; без копейки пĕр пуссăр; без меня мансăр пуçне; без моего ведома мана пĕлтермесĕр; без кровопролития юн тăкмасăр; без оглядки çаврăнса пăхмасăр; он без ума от него вăл унпа ăнран кайнă; без 5 минут 9 часов тăххăр çитесси пилĕк минут; без 100 граммов 2 кило икĕ килоран 100 грамм катăк, икĕ килона 100 грамм çитмест.

безболезненный

1. ыраттармасăр, ыратмасăр, чирсĕр; 2. пĕр инкексĕр, йывăрлăх тĕл пулмасăрах.

безвинный

айăпсăр, пĕр айăпсăр.

безвозмездный

тӳлевсĕр, пĕр тӳлемесĕр, укçасăр, ахалех.

бездоказательный

нимĕнпе те çирĕплетмен, сăлтавсăр, тĕрĕссине кăтартман; бездоказательное обвинение пĕр сăлтавсăр айăплани.

безмолвствовать

, -ствую, несов. пĕр чĕнмесĕр тăр, çăварна ан уç, сăмах ан хуш, сасă ан кăлар.

безмятежный

канлĕ, лăпкă, пĕр пăлханусăр; безмятежный сон лăпкă, тарăн ыйхă.

безобразный

тĕссĕр, илемсĕр, сăнсăр, килĕшӳсĕр, киревсĕр, хăтсăр, пĕр масасăр, илес-милес, лăпсăр-лапсăр.

безоговорочно

нар. пĕр сăмахсăр,. калаçса тăмасăр, пĕр хирĕçмесĕр, хирĕçсе тăмасăр (килĕшрĕ, турĕ).

безостановочно

пĕр чарăнмасăр, чарăнусăр, чарăнса тăмасăр, тытăнса тăмасăр, чарăнма пĕлмесĕр.

безотказный

тытăнса тăмасăр, пĕр чарăнмасăр.

безотлагательно

пĕр тăхтамасăр, тăхтаса тăмасăр, вăрăма (вăраха) ямасăр, пĕр туртăнмасăр, хăвăрт, васкаса.

безотлучно

вырăнтан пĕртте хăпмасăр, пĕр пăрăнмасăр, вырăнтан каймасăр, пĕр уйрăлмасăр, пĕр татăлмасăр (кирлĕ вырăнта тăни).

безрассудство

мн. нет тăнсăрлăх, ĕçе ăссăр, пĕр шухăшламасăр туни.

безукоризненный

пĕр айăпсăр, пĕр сиенсĕр, пĕр кăлтăксăр, питĕ лайăх, питĕ ырă (çын), хурламалла мар; пур енчен те аван (çын, тавар).

безумолчный

татти-сыпписĕр, пĕр чарăнмасăр, пĕр лăпланмасăр, чарăна пĕлми.

беремя

, -мени, мн. нет, ср. çĕклем; беремя дров пĕр çĕклем вутă.

бесперебойный

татти-сыпписĕр, пĕр чарăнмасăр, пĕр чăрмавсăр.

беспрекословный

пĕр хирĕçмесĕр, пĕр тытăнса тăмасăр; тавлашса, хирĕçсе тăмасăр (хушнине туни).

беспрепятственный

чарусăр, чарса тăмасăр; пĕр чăрмавсăр, ирĕккĕн.

беспрерывный

пĕр чарăнмасăр, пĕр татăлми, татти-сыпписĕр, вĕçĕмсĕр, ывăнми-канми.

беспрестанный

пĕр чарăнмасăр, чарăнусăр, татăксăр, вĕçĕмсĕр, пĕр тăтăш.

беспросветный

1. сĕм-тĕттĕм, пĕр çутă пайăрки курăнми тĕттĕм; 2. перен. савăнăçсăр, йывăр (пурнăç).

биография

биографи (пĕр-пĕр çын пурнăçĕпе ĕçĕсем çинчен каласа çырни).

благополучие

ырлăх, ăнăçлăх, тулăх, канлĕ пурăнăç, пĕр хуйхăсăр, пĕр нушасăр пурăнни.

боб

1. пăрçа хутаççи; пĕр пăрçи; 2. нимĕç пăрçи; он бобы разводит вăл кирлĕ мар халапа çаптарать; я остался на бобах, сижу на бобах кĕтнĕ ĕмĕт çитмерĕ, нимсĕрех тăрса юлтăм.

бойкот

бойкот (пĕр-пĕр çынна ыттисем унпа пĕр сăмах хушма та чарăнса, курми пулса çӳресе ăна хисепрен кăларни).

бордюр

бордюр (пĕр-пĕр япалана (платьене) ансăр пусмапа тытса тухни).

босяк

класс йышĕнчен тухнă, ним ĕçлемесĕр пĕр пурлăхсăр, çĕтĕк-çатăк çӳрекен хула çынни, ăçтиçук çын.

брат

мн. братья, -ьев 1. пичче, тете; шăллăм; старший брат пичче, тете; младший брат шăллăм, мы родные братья эпир пĕртăван; 2. перен. тус, çывăх çын, пĕр шухăшлă çын; ваш брат сирĕн йышшисем (сирĕшкеллисем); на брата çын пуçне.

брать

, беру кого, что, несов. ил; брать взаймы кивçен ил; брать верх çĕнтер, çиеле тух; брать чью-нибудь сторону пĕр-пĕр çын хутне кĕр; майлă пул.

бригада

бригада (темиçе полкран тăракан çар чаçĕ; производствăра, колхозра пĕр-пĕр ĕç тăвакан ушкăн).

бродяжничать

, -аю, несов. каскăнланса, сулланса, çапкаланса çӳре; пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çӳре.

бродячий

пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çӳрекен, пĕр вырăнта пурăнма юратман (çын).

буква

1 саспалли; 2. перен. пĕр-пĕр текста, шухăша пит ăшăх ăнланни; буква в букву шăп та шай.

буквальный

сăмах хыççăн сăмах пĕр улăштармасăр; буквальный перевод сăмах хыççăн сăмах пĕр улăштармасăр куçарни (пĕр чĕлхерен тепĕр чĕлхене).

буксование

машина урапи малалла каяймасăр пĕр вырăнта çаврăнса тăни.

буфер

буфер (вагонсем пĕр-пĕрне перĕнсе çĕмĕрĕлесрен тунă çатма пек çаврака тимĕрлĕ пружинăллă хатĕр).

бюджет

бюджет (государствăн çулталăкри тупăшĕпе тăкакĕсене малтанах шутласа хуни; кирек камăн та пĕр-пĕр вăхăта шутласа хунă мĕнпур тупăшĕпе тăкакĕсем).

бюллетень

м. бюллетень (1. обществăшăн паллă пĕлтерĕшлĕ пĕр-пĕр ĕç çинчен кĕскен пĕлтерни; 2. вăхăтран вăхăта тухса тăракан пĕчĕк журнал; бюллетень Академии Наук Наукăсен Академийĕн бюллетенĕ; 3. суйлав бюллетенĕ; 4. чирлĕ çынна ĕçрен хăтаракан хут).

Вырӑсла-чӑвашла словарь (1971)

а

частица 1. вопрос э; что ты увидел там, а? Мĕн куртăн эсĕ унта, э? 2. побуд. ⸗ха, ⸗халĕ; а ну, возьмёмся дружно за дело! Ну, ĕçе пĕр харăс тытăнар-ха!

а

прставка; урăх чĕлхесенчен кĕнĕ хутлă сăмахсенче мĕн пе пулин çуккине пĕлетерет, ⸗сăр [⸗сĕр] аффикспа пĕр пĕлтерĕшлĕ: алогичный логикăсăр; аритмичный ритмсăр.

абонемент

м. абонемент (1. телефонпа, библиотекăпа е ыт. пĕр-пĕр хушă усă курмалли право; 2. çак правăна çирĕплетекен документ).

аборигены

мн. (ед. абориген м.) аборигенсем (пĕр-пĕр çĕршыври тĕп халăх, вырăнти йăх).

абсолютизм

м. абсолютизи (аслă влаçа пĕр çын тытса тăрас йĕрке)

авантюра

ж. авантюра (1. темĕн те пĕр курса е хăтланса çӳрени; 2. лару-тăрăва шута илмесĕр тытăннă шанчăксăр ĕç).

автоматика

ж. автоматика (1. наукăпа техникăн производство процесĕсене автоматизацилес тĕлĕшпе ĕçлекен уйрăмĕ; 2. пĕр-пĕр ĕçри автоматлă хатĕрсем, маханизмсем).

автономия

ж. автономи (пĕр-пĕр облаçа шални тытăм ĕçĕсене, законсем кăларас ĕçе харпăр хăй тĕллĕн туса пыма панă право).

автопоезд

м. автопоезд (пĕр е темиçе пирцеп кăкарнă автомобиль).

авторитарный

прил. 1. авторитарлă (влаçа пĕр хирĕçлемесĕр пăхăнмалли); авторизовать режим авторитарлă йĕрке; 2. харпăр хăй авторитетне çирĕплемпе тăрăшакан.

автохтоны

мн. автохтонсем (пĕр-пĕр вырăнта авлтанпах пурăнакан халăх, вырăнти халăх).

адаптация

ж. адаптаци (1. оргонизмсем тулашри условисене хăнăхни, вĕсене май улшăнни; 2. пĕр-пĕр текста çăмăллатса е ансатлатса çырни).

адекватный

прил. адекватлă, пĕр тан, пĕр пек.

азимут

м. азимут (1. меридианпа пĕр-пĕр çăлтăр вертикалĕ хушшинчи кĕтес; 2. палăртнă çулпа çурçĕр линийĕ хушшинчи кĕтес).

аккредитив

м. аккредитив (пĕр банк е сберкасса теприне укçа тӳлеме хушса çырнă документ).

аккумуляция

ж. аккумуляци, пухса каплантарни; пухăнса капланни; аккумуляция электричества электричествăна пухса каплантарни; аккумуляция капитала капитал пĕр алăра пухăнни.

аксессуар

м. аксессуар (1. пĕр-пĕр ĕçре кирлĕ хатĕрсем, япаласем; 2. сцена çинчи вĕтĕр-шакăр детальсем; 3. живопиçре тĕп вырăнта тăман хушма детальсем).

аллитерация

ж. лит. аллитераци (сăвва янăвавлă тăвас тесе пĕр пек сасăллă сăмахсемпе усă курни, сăм. хĕрлĕ-хĕрлĕ пĕрлĕхĕн, хĕрелесси хĕвел кун).

алфавит

м. алфавит (1. пĕр-пĕр чĕлхери мĕнпур саспаллисем; 2. саспаллисене вырнаçтарса тухма йышăннă йĕрке).

амальгама

ж. амалькама (пĕр-пĕр металпа ртуть шăранчăкĕ).

амёба

ж. амёба (пĕр клеткăллă чи ансат чĕрчун).

амплуа

с. нескл. 1. театр, амплуа (пĕр евĕрлĕ рольсем); амплуа комической старухи кулăшла карчăк ролĕсем; 2. перен. пурнăçри вырăн, хăйне май роль, ĕç-пуç.

анализ

м. анализ, тишкерӳ; химический анализ хими анализĕ; анализ крови юн анализĕ; ◇ математический анализ математика анализĕ (математика наукин пĕр пайĕ).

аналогично

нареч. пĕрешкел, çавнашкал, пĕр майлă; ответить аналогично çав майлах ответле.

аналогичными

прил. пĕрешкел, çавнашкал, пĕр майлă, пĕр евĕрлĕ; аналогичные явления пĕр евĕрлĕ пулăмсем.

аналогия

ж. аналоги, пĕрешкеллĕх; полная аналогия пĕтĕмпех пĕр пек пулни; по аналогии пĕрешкеллĕхе кура; проводить аналогию аналоги ту, танлаштар.

анафора

ж. лит. анафора (сăвăра юнашар йĕркесене пĕр пек сăмахсенчен пуçлани).

анахронизм

м. анахронизм (1. историри событисен йĕркине пăтраштарни, пĕр саманара пулнă ĕçе тепĕр саманара кăтартни. 2. иртнĕ вăхăтран юлнă, халĕ килĕшӳсĕр курăнакан йăласем, шухăшсем).

анестезия

ж. мед. анестези, ыратнине туйми туни; местная анестезия пĕр тĕлти анестези (ӳт-пĕвĕн пĕр-пĕр пайне туйми туни).

анкер

м. анкер (1. сехете пĕр тикĕс çӳреттерекен механизм; 2. тех. сооружени пайĕсене çыхăнтаракан тимĕр).

анклав

м. полит, анклав (пĕр государстван тепĕр государство варринне вырнаçнă пайĕ).

антагонист

м. антагонист (пĕр килĕшмесĕр хирĕç тăракан).

антипод

м. 1. мн. антиподы геогр. антиподсем (çĕр чăмăрĕн икĕ енче пĕр-пĕрне тĕлме-тĕл пурăнакансем); 2. перен. антипод (шухăш-кăмăлĕпе хире-хирĕçлĕ икĕ çынран пĕри).

антитеза

ж. 1. лит. антитеза (пĕр-пĕрне хире-хирĕçле ăнлавсене, сăнарсене танлаштарни); 2. см. антитезис.

анфилада

ж. анфилада (алăкĕсене пĕр тӳрĕ йĕр тăрăх тунă пулĕмсен речĕ).

апологет

м. апологет (пĕр-пĕр вĕрентĕве хӳтĕлекен, мухтакан).

апофеоз

м. апофеоз (1. пĕр-пĕр çынна е событие пĕтĕм халăхпа чыслани; 2. спектакль е концерт вĕçĕнче халăха, героя е пĕр-пĕр событие чысласа ирттерекен чаплă сцена).

аппарат

м. 1. тех. аппарат, прибор, хатĕр; телефонный аппарат телефон аппарачĕ; 2. анат. аппарат, орган (организмăн пĕр йышши функцийĕсене пурнăçлакан органсем); дыхательный аппарат сывламалли органсем; 3. аппарат (пĕр-пĕр ĕçе туса тăракан учрежденисем); государственный аппарат государство аппарачĕ; 4. собир. аппарат (пĕр-пĕр учрежденире ĕçлекенсен йышĕ); ◇ научный аппарат наука аппарачĕ (учёнăй усă курнă материалсем: библиографа, словарьсем т. ыт. те).

аранжировка

ж. муз. аранжировка (пĕр йышши инструментсемпе калама çырнă музыка произведенине урăх инструментсем валли майлаштарни).

аргумент

м. аргумент (пĕр-пĕр положение çирĕплетекен шухăш е факт).

ареал

м. ареал (пĕр-пĕр явлени сарăлнă район); ареал распространения белки пакша пурăнакан вырăн.

арматура

ж. тех. арматура (1. пĕр-пĕр машина валли кирлĕ хатĕрсем; 2. электричество кĕртме кирлĕ япаласен комплекчĕ; 3. тимĕр-бетон сооруженисен хурçă каркасĕ).

архив

м. архив (1. кивĕ документсене тата çырулăх памятникĕсене сыхласа усракан учреждени; 2. пĕр-пĕр учрежденые уйрăм çын докуменчĕсен, алçырăвĕсен пуххи); ◇ сдать в архив кого-что-л. архива пар, пăрахăç ту.

архитектоника

ж. архит., иск. архитектоника (çуртăн, искусство произведенийĕн уйрăм пайĕсем пĕр-пĕринпе килĕшӳллĕ пулни, çураçулăх).

асинхронный

прил. синхронлă мар, пĕр вăхăта килмен.

аспект

м. аспект (пĕр-пĕр япала çине мĕнле пăхни, ăна мĕнле ăнланни).

ассамблея

ж. ассамблея (1. пĕтĕм тĕнчери пĕр-пĕр организаци членĕсен пĕрлехи пухăвĕ; 2. уст. I Пётр вăхăтĕнче — таили вечерĕ, бал); ◇ Генеральная Ассамблея Организации Объединённых Наций Пĕрлĕшнĕ Нацисен Организацийĕн Генеральная Ассамблейи.

ассимиляция

ж. ассимиляци (1. биол. чĕрĕ организм апата, сывлăша çăтса ӳте илни; 2. пĕр халăх тепĕр халăхăн чĕлхине, йăлисене йышăнса унпа пĕрпекленее кайни; 3. лингв. сасăсен пĕрпекленевĕ, сăм. кунлен — куллен).

атташĕ

м. нескл. дип. атташе (посольства çумĕнчи пĕр-пĕр отрасль енĕпе ĕçлекен специалист-консультант); торговый атташĕ суту-илӳ атташи.

ау

межд. ау! эй! (пĕр-пĕр тупма сасă пани).

ауканье

с. разг. пĕр-пĕрне сасă парса кăшкăрашни.

аукаться

несов. разг. кăшкăраш (пĕр-пĕрне сасă парса).

балансир

м. балансир (1. машина пайĕ, икĕ вĕçлĕ рычаг; 2. сехете пĕр тикĕс çӳреттерекен хатĕр).

бегло

нареч. 1. хăвăрт, çăмăллăн, пĕр тытăнмасăр; говорить бегло по-английски акăлчанла çăмăллăн калаç; 2. çиелтен, кăшт çеç; бегло просмотреть что-л. çиелтен çеç пăхса тух.

без (безо)

предлог с род. п. 1. ⸗сăр [⸗сĕр]; без ясной цели уçăмлă тĕллевсĕр; без колебаний иккĕленсе тăмасăр; без нас не начинайте пирĕнсĕр ан пуçлăр; 2. (за вычетом) çитесси, ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; без пяти минут три виççĕ çитесси пилĕк минут; без двух дней месяц икĕ кунтан уйăх пулать; без исключения пурте; без малого яхăнах, патнех; без малого пуд пĕр пăта яхăнах; без сомнения паллах; не без пользы усăсăр мар; не без того унсăр мар.

безмолвный

прил. 1. (молчаливый) чĕмсĕр, сăмахсăр; 2. (исполненный тишины) сас-чĕвĕсĕр, шăп; безмолвное улицы пĕр сас-чĕвĕсĕр урамсем.

безоговорочно

нареч. пĕр сăмахсăр, хирĕçсе тăмасăр; безоговорочно подчиняться пĕр хирĕçмесĕр пăхăн.

безоговорочный

прил. хирĕçӳсĕр, пĕр сăмахсăр, нимĕнле условисĕр; безоговорочная капитуляция пĕр сăмахсăр парăнни.

безостановочный

прил. чарăнусăр, пĕр чарăнми, чарăнман; безостановочное движение машин машинăсем пĕр чарăнмасăр çӳрени.

безотказно

парен. разг. пĕр чăрмавсăр, кăлтăксăр, тытăнса тăмасăр; машина работает безотказно машина пĕр кăлтăксăр ĕçлет.

безотказный

прил. разг. чăрмавсăр, чарăнман, тытăнса тăман; безотказная работа мотора мотор пĕр чăрмавсăр ĕçлени.

безошибочно

нареч. пĕр йăнăшмасăр, йăнăшсăр, тĕрĕс; безошибочно определить сорт товара тавар сортне тĕп-тĕрĕс палăрт.

безрадостный

прил. савăнăçсăр, хурлă; безрадостная жизнь пĕр савăнăçсăр пурнăç.

безраздельный

прил. никампа пайламан, тулли; безраздельное господство пĕр-пĕччен пуçпулса тăни.

безропотный

прил. хирĕçлемен, ӳпкелешмен, ӳпкевсĕр; безропотный человек хирĕçлемесĕр итлекен çын; безропотное подчинение пĕр хирĕçмесĕр пăхăнса тăни.

безукоризненный

прил. çитменлĕхсĕр, кăлтăксăр, айăпсăр; йĕркеллĕ, аван, лайăх; безукоризненная работа пĕр çитменлĕхсĕр ĕç.

безусловно

1. нареч. пĕр сăмахсăр; безусловно подчиняться сăмахсăрах пăхăнса тăр; 2. в знач. вводн. сл. паллах, чăнах та; безусловно, он прав вăл, чăнах та, тĕрĕс калать.

бенефис

м. театр. бенефис (пĕр-пĕр артиста чысласа ирттерекен спектакль).

беремя

с. обл. çĕклем; берем дров пĕр çĕклем вутă.

бесперебойный

прил. кăлтăксăр, чăрмавсăр, чарăнусăр, йĕркеллĕ; бесперебойная работа мотора мотор пĕр кăлтăксăр ĕçлени.

беспозвоночный

прил. зоол. 1. çурăм шăммисĕр; беспозвоночные животные çурăм шăммисĕр чĕрчунсем; 2. в знач. сущ. беспозвоночные мн. çурăм шăммисĕррисем (чĕрчунсен пĕр ушканĕ).

беспосадочный

прил. ав. лармасăр; беспосадочный перелёт из Москвы во Владивосток Мускавран Владивостока пĕр лармасăр вĕçсе кайни.

беспрекословный

прил. хирĕçлемесĕр, хирĕçӳсĕр, пĕр сăмахсăр; беспрекословное повиновение пĕр сăмахсăр пăхăнни.

беспрестанный

прил. пĕр чарăнми, татти-сыпписĕр, çине-çинех; беспрестанные дожди татти-сыпписĕр çумăр.

беспросветный

прил. 1. пăч-тĕттĕм, сĕм-тĕттĕм; 2. перен. вĕçĕмсĕр, татăлми, пĕр савăнăçсăр, йывăр; беспросветная нужда вĕçĕмсĕр нуша.

бессменный

прил. пĕр улшăнми, ылмашми; бессменный часовой улшăнман (е улшăнмасăр тăракан) хурал.

библиография

ж. библиографи (1. кĕнекесем çинчен çырса кăтартса указательсем хатĕрлес ĕç; 2. пĕр-пĕр ыйтупа çырнă кĕнекесен списокĕ; 3. журналăн çĕнĕ кĕнекесем çинчен каласа паракан пайĕ).

библиотечка

ж. библиотечка (пĕр-пĕр темăпа кăларнă кĕнекесен ярăмĕ); библиотечка агронома агроном библиотечки.

благодушествовать

несов. разг. канăçлан, пĕр шухăшсăр пурăн.

близко

нареч. 1. также в знач. сказ. çывăх, çывăхра; не подходите близко çывăха ан пырăр; близко от нас пирĕн çывăхра; 2. çывăх, тачă, лайăх; близко узнать друг друга пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе çит.

блок

м. блок (1. полит. пĕр тĕллевлĕ государствăсен, партисен е организацисен вăхăтлăх пĕрлешĕвĕ; 2. стр. пĕр йышши детальсен, пайсен ушканĕ; 3. стр. шултра кирпĕч майлă бетон издели).

блокада

ж. блокада (1. воен. хулана е çарсене хупласа илни; 2. перен. пĕр-пĕр çĕршывăн тулашри политика е экономика çыхăнăвĕсене татса, ăна вăйсăрлатма тăрăшни).

блюдо

с. 1. чашăк, тирĕк; 2. блюдо (пĕр-пĕр йышши апат); обед из трёх блюд виçĕ блюдăран тăракан апат.

бодаться

несов. 1. тĕк, сĕк; эта корова бодается ку ĕне тĕкет; 2. (друг с другом) тĕкĕш, сĕкĕш (пĕр-пĕринпе).

бойкот

м. бойкот (1. политика е экономика кĕрешĕвĕн форми: пĕр-пĕр çынна, организацие е патшалăха пурте йышăнманни; 2. разг. пĕр-пĕр çынна сивлесе унпа çыхăну тытманни).

болтать

несов. разг. 1. что и без доп. (пустословить) пакăлтат, сӳпĕлтет, сăмах вакла (е çаптар); 2. (говорить) калаç, калаç кала, перкелеш (пĕр-пĕр чĕлхепе); он немного болтает по-французски вăл кăштах французла перкелешет; болтать языком кирлĕ мара калаç, пуш сăмах çаптар.

браниться

несов. 1. с кем и без доп. (ссориться) ятлаç, харкаш, вăрç (пĕр-пĕринпе); 2. (ругаться) ятла, вăрç, ятлаç.

братия

ж. собир, 1. шутл. халăх, йыш, тавраш; пишущая братия çыруçă таврашĕ; 2. церк. пĕр мăнастирти манахсем.

братоубийство

с. 1. уст. тăвана вĕлерни; 2. (убийство единомышленника) пĕр шухăшлă çынна вĕлерни.

брызгаться

несов. 1. чем сирпĕт, пĕрĕхтер; 2. (друг на друга) пĕр-пĕрне сирпĕт; дети брызжутся водой ачасем шывпа выляççĕ.

брыкаться

несов. 1. тап, тапăç; тапкалан; лошадь брыкается лаша тапать; 2. (брыкать друг друга) тапкалаш (пĕр-пĕринпе).

будни

мн. 1. ĕç кунĕ, ахаль кун; 2. перен. (повседневная жизнь) кулленхи пурнăç; перен. (скучная жизнь) савăксăр пурнăç, пĕр майлă кичем пурнăç.

буква

ж. саспалли; прописная буква пысăк саспалли; строчная буква пĕчĕк саспалли; ◇ перевести буква в букву сăмахран сăмах куçар; следовать буква закона закон хушнине пĕр пăрăнмасăр пурнăçла; оставаться мёртвой буквой пурнăçа кĕмесĕр юл.

буквально

нареч. 1. сăмахран сăмах, пĕр улăштармасăр; если перевести буквально сăмахран сăмах куçарсан; 2. разг. чăнах, чăннипех; шăпах; анчах, çеç; буквально пять минут назад пилĕк минут каялла çеç.

буквоед

м. ирон. буквоед (законсене пĕр пăрăнмасăр пурнăçлакан çын, формалист).

бум

м. бум (капитализмлă çершывсенчеуслам тăваç тĕллевпе экономикăн пĕр-пĕр отрасльне юри çĕклентерни).

бумажка

ж. 1. (клочок бумаги) хут татки; 2. уст. хут укçа; рублёвая бумажка пĕр тенкĕлĕх хут укçа.

буфер

м. буфер (1. вагонсен, автомашинăсенçапăнса ванасран сыхлакан пружинăллă диск; 2. перен. пĕр-пĕринпе кĕрешекен икĕ лагерь хушшинче тăракан ушкăн).

бывало

частица в знач. вводн. сл. ⸗чĕ (иртнĕ вăхăтра час-часах пулса иртнĕ ĕç çинчен каланă чух); как зарядит, бывало, дождь, так конца ему нет çумăрĕ, пĕр çума пуçласан, чарăнма та пĕлместчĕ.

быть

несов. (3 л. ед. ч. есть) 1. (существовать; иметься) пул, пур; у него был сын унăн ывăл пулнă; есть разница в цвете тĕс тĕлĕшĕнчен уйрăмлăх пур; 2. (находиться) пул; я буду дома эпĕ килте пулатăп; книги были в шкафу кĕнекесем шкапра пулнă; 3. (происходить, совершаться) пул; вчера был дождь ĕнер çумăр пулнă; 4. (приходить) пул, кил, çит; он и сам скоро будет вăл хăй те часах çитет ак; 5. хутла сказуемăйри пулăшу глаголе: был весёлым хаваслă пул; он был рабочим вăл рабочи пулнă; он был болен вăл чирлĕ пулнă; я буду читать эпĕ вулатăп (е вулăп); быть может пулма пултарать; должно быть вводн. сл. пулмалла, пулĕ; как быть? мĕн тăвас?; быть ни при чём ан хутăш, ан çыхлан; так и быть пултăрах çапла; была не была! мĕн пулать те мĕн килет; быть заодно с кем-л. пĕр каварлă пул; будь что будет! мĕн пулин пулать!, кирек мĕн пулин те!; будет с него çитĕ-çке ăна; будет тебе придираться çитĕ ĕнтĕ, ан чăкраш; и был таков см. href='/s/таков;'>таков; будет тебе за это лекĕ-ха сана куншăн.

бюллетень

м. бюллетень (1. пысăк пĕлтерĕшлĕ событи çинчен кĕскен пĕлтерни; 2. пĕр-пĕр учреждени кăларакан журнал; 3. суйлав хучĕ, сасăламалли хут; 4. разг. чирлĕ пирки вăхăтлăха ĕçрен хăтарни çинчен врач панă хут).

вал

м. тех. вал, йĕке (пĕр-пĕр механизмăн çаврăнакан тата унпа çыхăннă ытти пайсене çавăрса таракан деталĕ); мельничный вал арман йĕки; коленчатый вал сыпăллă вал.

вальцы

мн. валецсем (пĕр-пĕринпе сĕртенсе тăракан çавра цилиндрлă валсем, вĕсем хушшипе тухакан япала çӳхелет е ванать).

валюта

ж. валюта (1. пĕр-пĕр çĕршывăн укçа единици; 2. çĕршывра йышăннă укçа системин типĕ; 3. собир. ют çĕршыв укçи); золотая валюта ылтăн валюта; серебряная валюта кĕмĕл валюта.

вампир

м. 1. вупăр (хăш-пĕр халăхсен авалхи ĕненĕвĕнчеçăва шăтăкĕнчен çын юнне ĕмме тухакан виле); 2. перен. юнĕçен; 3. зоол. пысăк çара çерçи.

вариант

м. вариант; один из вариантов проекта проектăн пĕр варианчĕ.

вариация

ж. вариаци (1. япалан уйрăм пайĕсене кăшт улăштарни, урăхлатни; 2. пĕр темăна тĕрлĕрен улăштарса, çырнă музыка произведенийĕ).

ватерпас

м. ватерпас (пĕр-пĕр япала горизонталлĕ вырнаçнине пĕлмелли хатĕр).

вдаться

сов. 1. (вклиниться) тăсăлса (е сăмсаланса, кĕтесленсе) кĕр; скала вдалась в море чул сăмсах тинĕсе кĕтесленсе кĕрет; 2. (вдавиться) путса кĕр; 3. (предаться чему-л.) кай, пут; вдаться в рассуждения шухăша кай; ◇ вдаться в крайности енчен енне сулăн (пĕр шухăшран ăна хирĕçли çине куç); вдаться в обман улталаттар, улталан; вдаться в подробности тĕпне-йĕрне шыраса кай.

вдруг

нареч. 1. сасартăк, ăнсăртран, кĕтмен çĕртен; вдруг загремел гром сасартăк аслати авăтса ячĕ; 2. (разом, одновременно) пĕр харăс; птицы засыпают не все вдруг кайăксем пурте пĕр харăс лăпланмаççĕ; в знач. усил.-предполож. частицы, разг. енчен; вдруг ты ошибся? енчен эсĕ йăнăшрăн пулсан?

ведёрный

прил. 1. витре ⸗ĕ [⸗и]; ведёрная ручка витре хăлăпĕ; 2. (вместимостью в ведро) пĕр витре кĕрекен; ведёрная бочка пĕр витре кĕрекен пичке.

версия

ж. верси (пĕр-пĕр ĕç е факт çинчен тĕрлĕрен каласа панисенчен пĕри); опровергнуть версию верси тĕрĕс маррине кăтартса пар.

взаимный

прил. хире-хирĕç, пĕр-пĕрин хушшинчи; взаимное доверие пĕр-пĕрне шанни; взаимная помощь хире-хирĕç пулăшни.

взаимо⸗

хутлă сăмахсен «взаимный» пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш пайĕ: взаимодоверие пĕр-пĕрне шанни; взаимопомощь хире-хирĕç пулăшни; взаимовыгодный пĕр-пĕриншĕн усăллă.

взаимодействие

с. хире-хирĕç çыхăнни, пĕр-пĕринпе çыхăнни; взаимодействие войск в бою çапăçура çарсем пĕр-пĕринпе çыхăнни.

взрыв

м. 1. çурăлса кайни; взрыв снаряда снаряд çурăлни; 2. сирпĕнсе кайни, сирпĕнни, арканни; взрыв вражеского корабля тăшман карапĕ арканни; 3. перен. (пĕр-пĕр ĕç) вăйлăн пуçланса кайни; слышны взрывы хохота ахăлтатса кула-кула яни илтĕнет.

вместе

нареч. 1. (совместно) пĕрле; жить вместе пĕрле пурăн; 2. (одновременно) пĕр вăхăтра; грустные и вместе задушевные песни салхуллă, çав вăхăтрах чĕре патне пыракан юрăсем; ◇ вместе с тем çав вăхăтрах, çавăнпа пĕрлех.

вне

предлог с род. п. 1. (за пределами чего-л.) тулашĕнче; отдыхать вне города хула тулашĕнче кан; 2. (сверх, помимо чего-л.) ⸗сар [⸗сĕр]; вне очереди черетсĕр; вне себя хăйне хăй (хăвна ху) чараймасăр; вне всякого сомнения паллах, пĕр иккĕленмесĕрех.

внушить

сов. что 1. (убедить) ĕнентер, шухăшпа килĕштер; 2. (возбудить) пĕр-пĕр туйăм çурат; внушить страх хăрат; внушить чувство жалости хĕрхенекен ту.

воз

м. 1. лав, тиевлĕ лав; 2. (мера груза) лав; воз сена пĕр лав утă; 3. перен. разг. (множество) лав, купа; воз новостей пĕр лав çĕнĕ хыпар.

возраст

м. çул, ӳсĕм; дети школьного возраста шкул çулĕнчи ачасем; зрелый возраст ар çулĕсем; люди одного возраста пĕр ӳсĕмри çынсем.

вон

частица разг. авă, вăн, вĕç; вон стоит дерево авă пĕр йывăç ларать; вон туда надо идти вăн çавăнта каяс пулать; ◇ вон ты какой! ав мĕнле иккен эсĕ!; вон (оно) что! или вон (оно) как! авă мĕнле иккен!

вотум

м. вотум, йышăну, йышăнни (мĕн çинчен те пулин); вотум доверия (или недоверия) парламентра правительствăн е унăн пĕр-пĕр членĕн ĕçне ырласа йышăнни (е йышăнманни).

вперёд

нареч. 1. мала, малалла; идти вперёд малалла ут; 2. разг. (впредь) ӳлĕм, ӳлĕмрен, малашне; вперёд будь осторожнее малашне асăрхануллăрах пул; 3. разг. (сначала, раньше) малтан; вперёд запишись малтан çырăн; заплатить деньги вперёд укçине малтан тӳле; взад и вперёд каялла-малалла, каллĕ-маллĕ; ни взад ни вперёд ни каялла ни малалла; шаг вперёд пĕр утăм малалла; вперёд! (приказание) малалла!; часы идут вперёд сехет мала каять.

вражда

ж. хирĕçӳ, харкашу, вăрçă-тĕрçĕ, курайманлăх; национальная вражда нацисем хушшинчи хирĕçӳ, наци хирĕçĕвĕ; питать вражду к кому-либо кама та пулин кураймасăр пурăн; находиться в постоянной вражде между собой пĕр-пĕринпе пĕрехмай хирĕçсе пурăн.

враждебный

прил. тăшманла, сиенлĕ, тăшман ⸗ĕ [⸗и], кураймасăр; враждебные отношения пĕр-пĕрне курайманни; враждебная сторона тăшман енĕ.

время

с. 1. вăхăт; среднее суточное время вăтам талăк вăхăчĕ; по московскому времени Мускав вăхăчĕпе; время тянется вăхăт шăвать; время не ждёт вăхăт кĕтмест; провести время вăхăт ирттер; предоставить время вăхăт пар; 2. (эпоха, период) вăхăт, самана, ĕмĕр; дух времени самана сывлăшĕ; во времена парусных кораблей парăслă карапсем вăхăтĕнче; во времена наших дедов пирĕн асаттесен ĕмĕрĕнче; 3. (определённый момент) вăхăт, тапхăр, çи; обеденное время кăнтăрлахи апат вăхăчĕ; страдное время хĕрӳ ĕç çи; 4. грам. вăхăт; прошедшее время иртнĕ вăхăт; будущее время пулаç вăхăт; настоящее время хальхи вăхăт; во время оно тахçан авал; (в) первое время малтанах; в своё время 1) (в прошлом) хăй вăхăтĕнче (ĕлĕк); 2) (своевременно) вăхăтра, кирлĕ чух; в скором времени часах, çывăх вăхăтра; до поры до времени вăхăт çитиччен; до сего времени ку таранччен; ко времени вăхăтлă; на время вăхăтлăха; со времнем ӳлĕмрен; все время яланах, пĕрмай; одно время пĕр хушă; раньше времени вăхăтсăр; тем временем вăл хушăра; время от времени, от времени до времени, по временам хутран-ситрен, вăхăтран вăхăта, сайра хутра; с течением времени вăхăт иртнĕçем.

всего

нареч. 1. (итого) пурĕ, пĕтĕмпе; всего набралось двадцать человек пурĕ çирĕм çын пухăнчĕ; 2. в знач. усил. частицы (только, лишь) пурĕ те, çеç; брат моложе меня всего на год шăллăм манран пĕр çул çеç кĕçĕн; до деревни осталось всего два километра яла çитесси икĕ километр çеç юлчĕ; всего-навсего пурĕ те; всего ничего пит сахал; только и всего çак анчах.

встретиться

сов. 1. с кем-чем, прям. и перен. тĕл пул, хирĕç пул, курнăç; мы договорились встретиться в понедельник эпир тунтикун курнăçма калаçса татăлтăмăр; встретиться лицом к лицу хире-хирĕç тĕл пул; встретиться глазами пĕр-пĕрин çине пăхса ил; встретиться с затруднениями йывăрлăх тĕл пул; 2. (обнаружиться, попасться) тĕл пул, курăн; на выставке эти картины нам не встретились выставкăра пире ку картинăсем курăнмарĕç.

встречный

прил. 1. (движущийся навстречу) хирĕç, хирĕçле, хирĕç килекен; встречный ветер хирĕç çил; встречный поезд хирĕç килекен поезд; встречные прохожие хирĕç иртсе пыракансем; 2. (ответный) хирĕç, хирĕçле; встречный план хирĕç план; встречный удар хирĕç çапни; встречный иск хирĕç шыраттарни; встречный и поперечный кашни, тĕл пулни-пĕр; первый встречный кама тĕл пулнă çавă.

вступить

сов. во что 1. прям. и перен. кĕр, пырса кĕр; вступить в лес вăрмана пырса кĕр; вступить в новый период çĕнĕ тапхăра куç; 2. (ступить куда-л.) пус, тăр, кĕрсе тăр, хăпарса тăр; вступить на лестницу пусма çине хăпарса тăр; 3. (стать членом, участником чего-л.) кĕр; вступить в партию партие кĕр; 4. с предлогом в (начать что-л.): вступить в переписку çыру çӳрете пуçла; вступить в переговоры калаçу пуçар; вступить в разговор калаçăва хутшăн; вступить в берега çырана кĕр (шыв); вступить в брак мăшăрлан; вступить в должность (пĕр-пĕр) ĕçе тытăн (е кĕр); вступить в свои права вăй ил; вступить в (законную) силу вăя кĕр; вступить на престол патшана лар; вступить на путь чего-либо мĕнле те пулин çул çине тăр.

всякий

мест. опред. 1. (каждый, любой) кашни, кирек кам та, такам та; по всякому поводу кирек епле сăлтавпа та; эту книгу всякий прочтёт ку кĕнекене такам та вулать; 2. (разный, всевозможный) темĕн те пĕр, пур, тĕрлĕ; говорить всякий вздор пур лăпăр-лапăр çинчен калаç; накупить всякого товара темĕн те пĕр илсе тултар; люди всякое говорят çынсем тĕрлĕ калаçаççĕ; всякая всячина темĕн те пĕр; во всяком случае кирек мĕнле пулсан та; на всякий случай кирек мĕн пуласран, сыхлăх ятне.

всячески

нареч. разг. пур майпа та, тĕрлĕ майпа; всячески помогать друг другу пĕр-пĕрне пур майпа та пулăш.

второ⸗

хутлă сăмахсен «икĕ», «иккĕмĕш» пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш пайĕ: второгодник иккĕмĕш çул пĕр класра ларакан; второразрядный иккĕмĕш разрядри.

вывести

сов. 1. кого-что (увести откуда-л.) илсе (е çавăтса) тух; вывести коня из конюшни лашана витерен çавăтса тух; вывести войска из города çарсене хуларан кăлар; 2. кого (исключить): вывести из состава правления правлени составĕнчен кăлар; 3. что (сделать вывод) кăлар, пĕр-пĕр шухăш патне пыр, вывод ту; вывести формулу формула кăлар; вывести общее заключение пĕтĕмĕшле шухăш патне пыр; 4. кого (произвести на свет детёнышей о птицах) кăлар; вывести птенцов чĕпĕ кăлар; 5. кого-что (вырастить) ӳстер, ĕрчет; вывести новую породу скота çĕнĕ ăратлă выльăх ӳстер; 6. что (построить) ту, ларт, туса ларт; вывести новый дом çĕнĕ çурт ларт; 7. кого-что (истребить) пĕтер; (очистить) тасат, яр; вывести мышей шăшисене пĕтер; вывести пятно вараланă вырăна тасат; 8. что (старательно написать, нарисовать, спеть) тăрăшса çыр (е ӳкер, юрла); вывести каждую букву кашни саспаллине тăрăшса çыр; 9. кого-что (изобразить в литературном произведении) сăнла, сăнарла, ӳкер; вывести наружу что-л. çиеле кăлар; вывести в люди кого-л. çын ту; вывести из себя тарăхтарса çитер; вывести из строя см. строй; вывести из терпения тарăхтарса çитер; вывести на дорогу тĕрĕс çул çине кăлар; вывести на чистую (или свежую) воду кого-л. тăрă шыв çине кăлар; вывести на орбиту орбитăна кăлар.

выводок

м. (птиц) пуслăх, пусалăх чĕпĕ; (животных) çурасем (чĕрчунсен); выводок цыплят пĕр пусалăх чĕпĕ; волчий выводок кашкăр çурисем.

выгрузиться

сов. 1. (освободиться от груза) пушан (пĕр-пĕр тиеврен); 2. (высадиться с грузом) ан, тух; полк выгрузился из эшелона полк эшелон çинчен анчĕ.

выжить

сов. 1. (остаться в живых) чĕрĕл, чĕрĕ юл, хăтăлса юл; раненый выжил аманнă çын чĕрĕлчĕ; 2. разг. (прожить известное время) пурăн; он там и дня не выживет вăл унта пĕр кун та пурăнаймасть; 3. что (пережить) тӳссе (е чăтса) ирттер; выжить из ума (или из памяти) йӳте, ăсран тайăл.

вызваться

сов. ирĕккĕн килĕш, пул, тăр (пĕр-пĕр ĕç тума); вызваться помочь пулăшма пул.

вынести

сов. 1. кого-что илсе тух, кăлар, йăтса тух, йăтса (е çĕклесе) кăлар; вынести мебель из комнаты сĕтел-пукана пӳлĕмрен кăлар; вынести на продажу сутма илсе тух; 2. что (предложить для обсуждения) тăрат, ларт; вынести вопрос на собрание ыйтăва пухура сӳтсе явма ларт; 3. кого-что (унести, умчать куда-л.) илсе тух (е кăлар), вĕçтерсе тух (е кăлар); лошади вынесли сани на дорогу лашасем çунана çул çине илсе тухрĕç; 4. кого-что (выбросить течением и т. п.) кăларса пăрах, çĕклесе кăлар; юхтарса кай; волна вынесла плот на берег хум сулла çырана кăларса пăрахрĕ; лодку вынесло течением в открытое море юхăм кимме уçă тинĕсе юхтарса кайрĕ; 5. что (извлечь из чего-л.) туян, пыр (пĕр-пĕр шухăш е туйăм патне); вынести убеждение çирĕп шухăш тыт; вынести хорошее впечатление о ком-чём-л. кăмăла кай (кам е мĕн те пулин); 6. что (выставить вперёд) çĕкле, тăс, кăнтар; вынести правую руку сылтăм алла малалла тăс; 7. что (перенести) чăт, тӳс, чăтса (е тӳссе) ирттер; 8. что йышăн (пĕр-пĕр ĕç тума); вынести решение решени йышăн; вынести благодарность тав ту; вынести на своих плечах пĕтĕмпех хăвăн çине ил.

выпустить

сов. 1. кого-что кăлар, яр, кăларса яр; выпустить кошку из комнаты кушака тула кăлар; выпустить скотину на поля выльăхсене уя яр; выпустить воду из ванны ваннăран шыв юхтарса кăлар; 2. кого-что (упустить из рук) вĕçерт, яр; выпустить из рук вожжи тилхепене алăран вĕçерт; 3. кого (отпустить на свободу) кăлар, ирĕке кăлар; выпустить из тюрьмы тĕрмерен кăлар; 4. кого (из учебного заведения) вĕрентсе кăлар; выпустить из училища училищăрен вĕрентсе кăлар; 5. что (выработать, пустить в обращение) кăлар, туса кăлар; выпустить новую продукцию çĕнĕ продукци туса кăлар; выпустить книгу кĕнеке кăлар; выпустить заём заём кăлар; 6. что (исключить) кăларса пăрах; выпустить главу из книги кĕнекен пĕр сыпăкне кăларса пăрах; 7. что (выставить наружу) кăлар, кăларса яр; выпустить когти чĕрнесене кăлар; выпустить снаряд (или заряд, пулю и т. п.) персе яр; выпустить в свет пичетлесе кăлар; выпустить из рук алăран вĕçерт, харама яр; выпустить из памяти манса кай.

выровнять

сов. что 1. тикĕсле, якат, тӳрлет, такăрла; выровнять дорогу çул тикĕсле; 2. (расположить в одну линию) пĕр тан ту, танлаштар, тӳрлет; выровнять строй строя тӳрлет; ◇ выровнять шаг харăс ут.

выронить

сов. кого-что ӳкер, алăран ӳкер, кăларса ӳкер; выронить кошелёк с деньгами укçа енчĕкне кăларса ӳкер; не выронить ни одной слезы пĕр куççуль тумламĕ те ан тăк.

высвободиться

сов. 1. (освободиться от чего-л. стесняющего) хăтăл, ирĕке тух, ирĕклĕ пул; 2. (стать излишним) пушан, кирлĕ мар пул; часть средств высвободилась укçă-тенкĕн пĕр пайĕ ирĕкленчĕ (е ытлашши пулчĕ).

выслуга

ж. ĕçленĕ çулсем (пĕр-пĕр ĕçре); платить пенсию за выслугу лет нумай ĕçленĕшĕн пеней тӳле (е пар).

выхватить

сов. 1. кого-что (отнять) туртса (е тăпăлтарса) ил; выхватить из рук алăран туртса ил; выхватить кусок изо рта çăварти татăка кăларса ил; 2. что (быстро вынуть) кăлар, туртса кăлар; выхватить саблю из ножен хĕçĕ йĕнĕрен туртса кăлар; 3. что, разг. (вырезать, вырвать что-л.) касса ил (е пăрах), татса (е тăпăлтарса) ил; выхватить клок шерсти пĕр ывăç çăм тăпалтарса ил, пенси илмелле ту.

выходец

м. 1. (переселенец) куçса килнĕ çын; выходец из Украины Украинăран куçса килнĕ çын; 2. (перешедший из одной социальной группы в другую) тухнă çын (пĕр-пĕр социаллă ушкăнран); выходец из крестьян хресченрен тухнă çын.

вышина

ж. 1. (высота) çӳллĕш(ĕ); 2. (высь) тӳпе; в вышине ни облачка тӳпере пĕр пĕлĕт татки те çук.

выщелочить

сов. что ирĕлтер (пĕр-пĕр хыта япалари веществосене).

вязанка

ж. çĕклем, çыхă; вязанка дров пĕр çĕклем вутă.

галактика

ж. галактика (пĕр йышши çăлтăрсен системи).

галерея

ж. галерея (1. çуртăн пĕр енне е йĕри-тавра туса çаврăннă балкон; 2. театрти çӳлти ярус; 3. çĕр айенчен чавса тунă çӳремелли вырăн; 4. искусство произведенийĕсене кăтартмалли çурт; 5. перен. ярăм, карта, ушкăн).

гамма

ж. гамма (1. муз. улшăнса пыракан сасăсен йĕрки; 2. перен. пĕр евĕрлĕ япаласен е пулăмсен йĕрки).

гармонировать

несов. с чем килĕшсе тăр, килĕшӳллĕ пул, пĕр (е тӳрĕ) кил; его слова не гармонируют с его поступками унăн сăмахĕсем ĕçĕсемпе килĕшсе тăмаççĕ.

гармоничный

прил. 1. (благозвучный) илемлĕ, пĕр кĕвĕллĕ, янăравлă; 2. (исполненный гармонии, соразмерный) килĕшӳллĕ, гармониллĕ; гармоничное развитие организма организм килĕшӳллĕ аталанни.

гарнизон

м. гарнизон (пĕр-пĕр хулана е яла яланлăха е вăхăтлăха вырнаçнă çар часĕ).

гарнитур

м. гарнитур (пĕр-пĕр тĕллеве кирлĕ япаласен пуххи); гарнитур мебели сĕтел-пукан гарнитурĕ.

гастролёр

м. гастролёр (1. гастрольте çӳрекен артист; 2. перен. разг. пĕр вырăнта тĕпленсе ĕçлеме пĕлмен çын).

гвардия

ж. гварди (1. çарăн чи лайăх та шанчăклă пайĕ; 2. перен. пĕр-пĕр ĕçре пиçнĕ çынсем); ◇ Красная гвардия ист. Хĕрлĕ гварди (191718 çулсенче шуррисемпе çапăçнă рабочисен отрячĕсем); белая гвардия ист. шурă гварди (191820 çулсенче Совета влаçне хирĕç çапăçнă çарсем).

генератор

м. генератор (1. механика вăйне электричество вăйĕ çине куçаракан машина] 2. пĕр-пĕр ĕç тăвакан прибор; 3. см. газогенератор).

генетика

ж. генетика (биологи наукин пĕр пайĕ).

гипертрофия

ж. биол., мед. гипертрофи (организмăн пĕр-пĕр пайĕ чире е урăх сăлтава пула ытлашши ӳссе кайни).

гладить

несов. 1. что и без доп. утюгла, якат; 2. кого-что (лаская) ачашла, лăпка; гладить ребёнка ачана ачашла; 3. что (приглаживать) шăл, сăтăр, якат; гладить по головке кого-л. пуçран ачашла, ырла, ан чар (пĕр-пĕр ĕç тума); гладить против шерсти тĕк тат, пăсăрлантар.

глоток

м. 1. (глотательное движение) çăтни; пить короткими глотоками хăвăрттăн çăтса ĕç; 2. (количество проглатываемого) çăвар, сыпкăм; отхлебнуть один глоток пĕр çăвар сыпса ил.

глухариный

прил. карăк ⸗ĕ [⸗и]; глухариный выводок карăк чĕпписем (пĕр пусалăх).

говорить

несов. 1. (владеть устной речью) калаç, сăмахла, пупле; ребёнок начал говорить ача калаçа пуçларĕ; говорить по-англййски акăлчанла калаç; 2. что и без доп. (выражать мысли, сообщать факты) кала, пĕлтер; говорить правду чăннине кала; 3. (вести разговор) калаç, юмахла; говорить со знакомым пĕлнĕ çынпа калаç; 4. (свидетельствовать о чём-л.) кала, кăтарт, пĕлтер; этот факт говорит о его смелости ку ĕç вăл хăюллă пулнине кăтартать; 5. перен. (сказываться в ком-чём-л.) палăр, курăн; в нём говорит крестьянская натура унра хресчен чунĕ палăрать; ◇ говорить загадками шахвăртса калаç; говорить на разных языках пĕр-пĕрне ăнланмасăр калаç; и не говорите ан та калăр çав; иначе говоря урăхла каласан; не говоря худого (или дурного) слова усал калаçмасăр; нечего и говорить калаçма та кирлĕ мар; по правде говоря чăннипе каласан; собственно говоря см. собственно.

год

м. 1. (род. п. мн. лет) çул; прошлый год пĕлтĕр; нынешний год кăçал; будущий год килес (е çитес) çул; мальчику два года ача иккĕре (е икĕ çулта); 2. мн. года и годы (период времени) тапхăр, вăхăт, çулсем; годы гражданской войны граждан вăрçи тапхăрĕ; ◇ високосный год см. високосный; круглый год çулталăкĕпех; Новый год Çĕнĕ çул (январей 1-мĕшĕ); учебный год вĕренӳ çулĕ; в годах çулланнă; не по годам çулне кура мар; с годами çул иртнĕçем; без году неделя нумаях та пулмасть; год от году (или от года) çулсерен, кашни çул; год на год не приходится çулпа çул пĕр килмест; из года в год кашни çул.

голова

1. ж. пуç; 2. ж. перен. (ум, рассудок) ăс, тăн, ăстăн, пуç; у него прекрасная голова вăл питĕ ăслă; голова не работает пуç ĕçлемест; 3. ж. (единица счёта скота) пуç; сто голов овец çĕр пуç сурăх; 4. м. и ж. перен. (начальник, руководитель) пуçлăх; голова колхоза колхоз пуçлахĕ; 5. ж. перен. (передняя часть) пуç; голова обоза обоз пуçĕ; 6. ж. (пищевой продукт в форме конуса, шара) пуç; голова сахара сахар пуçĕ; голова идёт кругом пуç арпашăнса кайрĕ; в головах пуç вĕçĕнче, пуç айĕнче; в первую голову чи малтан, пуринчен малтан; забрать себе в голову шутласа (е ĕненсе) ларт; из головы вон манса кай(нă); выкинуть из головы пуçран кăларса пăрах (е ывăт); не выходит из головы пуçран тухмасть, асран каймасть; на свежую голову пуç ĕшениччен (е ывăниччен); на свою голову хăв инкеке, хăвна валли инкек туп; как снег на голову кĕтмен çĕртен, сасартăк; на голову выше тем чул пысăкрах (е лайăхрах т. ыт. те); с головы до ног (или с ног до головы) пуç тӳпинчен ура тупанне çити; вооружённый с ног до головы вăйлă хĕçпăшалланнă; с больной головы на здоровую айăпсăртан айăпа кĕрт (хавăн çинчен айăпа сирес тесе); с ясной головой таса пуçпа; выдать себя с головой палăрт, кăлар, кăтарт (мĕн те пулин тунине); окунуться с головой во что-л. кӳлĕн (пĕр-пĕр ĕçе); вскружить голову кому-л. илĕрт; астар, ухмаха ерт; ломать голову над чем-л. пуçа çĕмĕр (пĕр-пĕр ĕçпе), шухăшла; не морочь мне голову ан ултала, ан суй, ман пуçа ан пăтрат; намылить голову кому-л. пăсăрлантар, ятла; повесить голову хуйха ӳк (е кай), пуçа ус; потерять голову пуçа çухат, ăсран кай; ручаюсь головой тупа тăватăп; очертя голову шутласа тăмасăр (е пăхмасăр); сломя голову пит хăвăрт, васкавлă, çĕмĕрттерсе.

голос

м. 1. сасă, сас; низкий голос мăн сасă; высокий голос çинçе сасă; узнать по голосу сасăран палла; 2. (певца) юрă, сасă; иметь голос юрлама пултар; романс для женского голоса хĕрарăм юрламалли романс; 3. (звуки) сасă, шав, кĕрлев; голос ветра çил шавĕ; 4. перен. (внушение, зов чего-л.) хушни, туртни; голос рассудка ăстăн хушни; 5. (высказывание) сăмах, шухăш; учитывать голоса специалистов специалистсен шухăшне хисепе ил; 6. (право) сасă; решающий голос татăклă сасă; совещательный голос канашлакан сасă; большинство голосов сасăлакансенчен ытларахăшĕ; ◇ не своим голосом питĕ хытă, ӳлесе (кăшкăр, макăр т. ыт. те); во весь голос пурте илтмелле; в один голос пĕр сасăллă (е пĕр шухăшлă) пулса; в голосе сасă тухать (юрлама); с чужого голоса говорить çын сăмаххине кала, çын хыççан кай; подать голос (сказать) сасă пар; сорвать голос сасă çĕтер; кричать (или визжать) дурным голосом çихĕр.

гонять

несов. 1. см. гнать 1—3; гонять стадо на водопой кĕтĕве шыв ĕçтерме антар; 2. разг. (посылать) хăвала, яр (пĕр-пĕр ĕçпе); ◇ гонять лодыря (или собак) йыт хăвала, ĕçсĕр аптăра; гонять голубей кăвакарчăн вĕçтер.

горе

с. 1. хуйхă, хуйхă-суйхă; неутешное горе манми хуйхă; 2. (несчастье) хуйхă, инкек, хурлăх; на моё горе ман инкеке; ◇ горе горькое см. горький; горе мыкать см. мыкать; ему и горя мало уншăн пурĕ пĕр; помочь горю инкекре пулăш; с горем пополам аран-аран; хлебнуть (или хватить) горя асап тӳс, хура-шур кур.

горизонталь

ж. горизонталь (1. горизонта параллеллĕ лини; 2. геод. пĕр çӳллĕшре икĕ точкăна карттă çинче пĕрлештерекен йĕр).

горстка

ж. разг. см. горсть; горстка соли пĕр ывăç тăвар; горстка храбрецов паттăр ушкăн.

горсть

ж. 1. (руки) ывăç; брать горстью ывăçласа ил; 2. (количество чего-л.) ывăç; горсть орехов пĕр ывăç майăр; 3. перен. пĕчĕк ушкăн.

готовить

несов. 1. кого-что хатĕрле, ту; готовить поезд к отправлению поезда çула тухма хатĕрле; готовить кадры кадрсем хатĕрле; готовить уроки уроксем хатĕрле (е ту); 2. что и без доп. (стряпать) хатĕрле, пĕçер; готовить обед дома апат килте пĕçер; 3. что (запасать впрок) янтăла, хатĕрле; готовить к зиме дрова хĕле вутă хатĕрле; 4. что (замышлять) хатĕрле, хатĕрлен, шутла (пĕр-пĕр ĕçе тума).

граничить

несов. с чем 1. (иметь общую границу) чикĕллĕ пул, чикĕлен; 2. перен. (доходить до чего-л.) çит, пĕр шая çит; его мастерство граничит с искусством унăн асталăхĕ искусствăпа пĕр шаях çитет.

гребёнка

ж. тура, пуç тури; ◇ стричь под гребёнку кĕскен кастар (çӳçе); стричь всех под одну гребёнку пурне те пĕр пек ту.

гривна

ж. 1. ист. гривна (авалхи Руçри укçа единиципĕр кĕренкене яхăн кĕмĕл шăранчăкĕ); 2. уст. вунă пуслăх (кĕмĕл укçа).

грош

м. 1. уст. (монета в полкопейки) çур пуслăх (вак укçа); 2. обычно мн. гроши разг. (ничтожная сумма) пит сахал, пит йӳнĕ; гроши стоит пит йӳнĕ тăрать; грош цена кому-чему-л., гроша медного (или ломаного) не стоит çур пус, çур пуcа та тăмасть; ни гроша нет пĕр пус та çук; ни в грош не ставить ним вырăнне те ан хур; ни за грош (пропасть и т. п.) ним уссăр (пĕт); ни на грош нет ним чухлĕ те çук.

грызня

ж. разг. 1. (драка между животными) кăшлани, тулани, тулашу; 2. перен. (склока, ссора) вăрçă-харкашу; пĕр-пĕрин çине тăни.

грызться

несов. 1, тулаш, кăшла; собаки начали грызться йытăсем тулашма тытăнчĕç; 2. перен. разг. (ссориться) харкаш, хирĕç, тапăн (пĕр-пĕрне), пĕр-пĕрин çине тăр.

грядка

ж. 1. (на огороде) йăран; пĕчĕк йăран; грядка огурцов пĕр йăран хăяр; 2. (у телеги или саней) ӳрече.

далее

нареч. 1. (затем) малалла, унтан; далее мы приступим к изучению вопроса малалла эпир ыйтăва пăхса тухма тытăнăпăр; 2. (дальше) инçе, ытла, мала; до деревни не далее километра яла çитесси пĕр километртан инçе мар; ◇ и так далее (сокращённо: и т. д.) тата ытти те (кĕскен т. ыт. те).

два

м. и с. числ. иккĕ, икĕ, ик; в двух словах кĕскен, пĕр-ик сăмахпа; в два счёта разг. пĕр самантрах, сисмесĕрех; ни два ни полтора тĕлли-палли çук; ни апла, ни капла.

двойник

м. 1. пĕр пек çын, тепĕр çын хăраххи; 2. разг. (один ив близнецов) йĕкĕреш хăраххи.

двоюродный

прил. иккĕмĕш сыпăкри тăван, хурăнташ; двоюродный брат пичче, шăллăм (ашшĕпе е амăшĕпе пĕр тăванĕн ывăлĕ); двоюродная сестра аппа, йăмăк (ашшĕпе е амăшĕпе пĕр тăванĕн хĕрĕ).

двуокись

ж. двуокись (мĕнле те пулин элементăн пĕр атомĕ кислородăн икĕ атомĕпе химилле пĕрлешсе пулнă соединени).

дебет

м. дебет (приходпа расход кĕнекин сулахай страници, унта пĕр-пĕр счёт тăрăх кĕнĕ укçа-тенкĕ тата парăмсемпе расходсене çыраççĕ).

дебит

м. дебит (пĕр-пĕр вырантан палăртнă вăхăт хушшинче илсе тăракан шыв, газ е мĕнле те пулин урăх шĕшекĕн хисепĕ); дебит артезианского колодца артезиан çăлĕ паракан шыв хисепĕ.

дебри

мн. 1. (непроходимый лес) чăтлăх; 2. (глухое место) тĕттĕм кĕтес; 3. перен. кăткăç вырăнсем (пĕр-пĕр наукăра).

девиация

ж. девиаци (1. компасăн магнит стрелки, пĕр-пĕр вырăнта тимĕр пуррине кура, магнит меридианĕнчен аяккалла пăрăнни; 2. самолёт, карап, снаряд т. ыт. те пĕр-пĕр салтава пула хай çулĕнчен пăрăнни).

девиз

м. девиз (1. тĕп шухăша палартакан сăмах е сăмахсем; 2. конкурса тăратнă произведена çине авторĕ хăйĕн ячĕ вырăнне çырнă пĕр-пĕр самах е предложена; 3. герб çине çырна сăмах).

делиться

несов. 1. (разделяться, расчленяться) пайлан, уйрăл; изба делится на две половины пӳрт икĕ пая пайланать, пӳрт икĕ пайран тăрать; 2. (выделяться для самостоятельного хозяйствования) уйрăл, уйрăлса тух; 3. (отдавать кому-л, часть чего-л. своего) пар, парса ил, пĕрле пайла; делиться друг с другом пĕр-пĕринпе парса ил; делиться табаком табакне пĕрле пайла; 4. (взаимно обмениваться чем-л.) паллаштар, пĕр-пĕрне каласа пар; делиться своим опытом хăвăн опытупа паллаштар; делиться знаниями ху мĕн пĕлнине каласа пар; делиться впечатлениями кăмăл-туйăм çинчен пĕр-пĕрне каласа пар; 5. чем (поверять кому-л. мысли, чувства) уçса пар, пĕлтер; делиться своими заботами хăвăн хуйху-суйхуна уçса пар; 6. мат. пайлан, валеçĕн.

держать

несов. 1. кого-что, в разн. знач. тыт, тăрат, тытса тăр, усра; держать дверь на запоре алăка питĕрсе тăрат; держать больного в постели чирлĕ çынна вырăнпа вырттарса усра; держать под стражей хурал аллинче тытса тăр, хуралласа тăр; держать в тюрьме тĕрмере тыт, тĕрмере усра; 2. что (класть, помещать) тыт, усра; держать деньги в сберкассе укçана перекет кассинче тыт; 3. кого-что (владеть кем-чем-л.) усра, тыт; держать корову ĕне усра; держать лошадей лаша тыт; ◇ держать в памяти асра тыт; держать речь сăмах кала; держать экзамен экзамен тыт; держать корректуру корректура вула; держать своё слово сăмахна çирĕп тыт; держать себя хăвна ху тыт; держать чью-либо сторону кампа та пулин пĕр майлă пĕр шухăшлă) пул; держать язык за зубами чĕлхене çырт; держать ухо востро хăлхана çивĕч тыт; держать карман шире ан шан, ан кĕт; держать при себе (взгляды, мнения) хăвăн шухăшна ан пĕлтер; держать камень за пазухой см. камень; держать курс палăртнă çулпа кай.

десант

м. десант (1. тăшман йышăнса тăракан территори çине пĕр-пĕр операци тума антарнă çар отрячĕ; 2. çар отрядне тăшман территорииĕ антарни); парашютный десант парашютлă десант.

детерминизм

м. филос. детерминизм (тĕнчере пур явленисем те пĕр-пĕринпе тĕрлĕ сăлтавпа çыхăнса тăни çинчен вĕрентни).

диалектизм

м. диалектизм (пĕр-пĕр вырăнти калаçу сăмахĕ).

диалог

м. диалог (1. ик-виç çын пĕр-пĕринпе калаçни; 2. калаçу формипе çырнă литература произведенийĕ).

диапазон

м. 1. муз. диапазон (пĕр-пĕр çын е музыка инструменчĕ мĕн чухлĕ сасăпа юрлама, выляма пултарни); 2. калăпăш, пысăкăш, анлăш; диапазон знаний пĕлӳсен анлăшĕ.

дивиденд

м. дивиденд (пĕр-пĕр предприятие хывна капитала кура унăн хуçисем илсе тăракан услам).

дивизион

м. дивизион (1. артиллерири е утла çарти уйрам подразделени; 2. пĕр йышши çар карапĕсенчен тăракан ушкăн).

диктатор

м. диктатор (1. государствăра пĕр-пĕччен тытса тăракан çын; 2. ист. авалхи Римри сенат хăрушлăх тухса тăнă вăхăтра уйăрса лартнă çын).

дилетант

м. дилетант (наука е искусство тĕлĕшĕпе ятарласа пĕлӳ илмесĕрех ĕçлекен çын; пĕр-пĕр пĕлĕве çиелтен çеç сĕмленекен çын).

динамика

ж. 1. физ. динамика (механикăн пайĕ); 2. динамика (пĕр-пĕр явлена улшăнса, аталанса пынин процесĕ); 3. перен. куçăм, динамика; в пьесе много динамики пьесăра динамика нумай.

династия

ж. 1. династи (пĕр йăхран ларса пынă патшасем); 2. перен. несĕл, династи; рабочая династия рабочисен династийĕ.

директорат

м. директорат (пĕр-пĕр пысăк учреждение е промышленность пайне тытса тăракан директорсен коллегийĕ).

дис⸗

приставка; уйрăлнине, пайланнине, çуккине кăтартать,сăрлăх аффикспа пĕр пĕлтерĕшлĕ: дисквалификация квалификацисĕрлĕх.

дисгармония

ж. 1. муз. дисгармони, кĕвĕсĕрлех, ĕнерӳсĕрлĕх (сасăсем килĕшӳсĕр илтĕнни, сасăсем пĕр-пĕринпе ĕнерĕнменни); 2. перен. килĕшӳ çукки, килĕшӳсĕрлĕх.

дисквалификация

ж. дисквалификаци, квалификацисĕрлĕх, квалификацисĕрлени (1. спорт ăмăртăвĕсене хутшăнмалли правасе туртса илни; 2. пĕр-пĕр ĕçе тума юрăхсăр тесе, квалификаци правине пĕтерсе хуни).

диспропорция

ж. диспропорци, пропорцисĕрлĕх (мĕнĕн те пулин пайĕсем пĕр-пĕрин виçипе килĕшусĕр, пропорцисĕр пулни).

диспут

м. диспут (1. пĕр-пĕр наука ыйтăвĕ тăрăх халăх умĕнче ирттернĕ тавлашу; 2. диссертацие халăх умĕнче хӳтĕлени).

диссимиляция

ж. диссимиляци (пĕр евĕрлĕ япаласем улшăнса пыни).

диссонанс

м. диссонанс (1. музыкари сасăсем пĕр-пĕринпе килĕшӳсĕр, ĕнерӳсĕр янăрани; 2. перен. килĕшӳсĕрлĕх, пĕтĕм ĕçе пăсса пăрахакан япала).

дифтонг

м. дифтонг (икĕ уçă сасă пĕр сыпăка пĕрлешни).

диффузия

ж. диффузи (пĕр япаласен молекулисемпе атомĕсем ăшă куçăмне пула тепĕр япаласен молекулисемпе атомĕсен хушшине кĕрсе хутшанни); диффузия газов газсен диффузийĕ.

днёвка

ж. пĕр кунлăха чарăнса тăни (поход р а).

дневной

прил. 1. кăнтăрлахи, кун çутипе тăвакан; дневной свет кăнтăрлахи çутă; дневное отделение института институтам кăнтăрлахи уйрăмĕ; 2. (однодневный) пĕр кунлăх, пĕр кунхи; дневной заработок пĕр кунхи ĕç укçи.

добиться

сов. 1. кого-чего туса çитер (тăвас тенине), пурнăçла (ĕмĕтленнине), вĕçне çитер (пĕр-пĕр ĕçе); 2. от кого (узнать, допытаться) пĕл; добиться правды тĕрĕслĕхе туп; ◇ не добиться слова ответ илеймĕн; не добиться толку кирлине пĕлеймĕн.

доверенный

прил. 1. (о человеке) шанса янă (е хушнă); доверенное лицо шанса янă çын, шанчăклă çын; 2. в знач. сущ. м. довереннăй (учрежденире пĕр-пĕр паллă ĕçсем шума шанса уйăрнă çын).

дознание

с. юр. дознани (пĕр-пĕр ĕç çинчен пуçласа ыйтса тĕпчени); произвести дознание дознани ту, тĕпчесе пĕл.

докупить

сов. что, чего илсе (е туянса) çитер, илсе (е туянса) тултар; татах ил; докупить метр сукна пĕр метр пустав илсе çитер, татах тепĕр метр пустав ил.

долбить

несов. 1. что чав, шăтар, шаккаса шăтар, ырала, такка; дятел долбит дерево улатакка йывăçă таккать; долбить долотом ийĕпе чавса шăтар; 2. что и без доп., разг. (повторять) темиçе хут кала, ялан пĕр япала çинчен кала; сколько ему ни долби не понимает хуть те мĕн чул кала ăна — пурпĕр ăнланмасть; 3. прост. (зубрить) ăнланмасăр вĕрен, пăхмасăр калама вĕрен.

доля

ж. 1. пай, тӳпе, вале; делить на равные доли пĕр тан пайсене уйăр; 2. (судьба) ăраскал, шăпа, телей; счастливая доля телейлĕ шăпа; женская доля хĕрарăм шăпи; львиная доля чи пысăк пай.

доска

ж. в разн. знач. хама; дубовая доска юман хăма; шахматная доска шахмат хăми; ◇ классная доска класс доски; до гробовой доски см. гробовой; от доски до доски пуçламăшĕнчен вĕçне çити; ставить на одну доску пĕр калăппа виç; доска почёта или красная доска хĕрлĕ хăма, хисеп хăми.

дословный

прил. пĕр сăмах улăштармасăр, тĕрĕс; дословный перевод сăмахран сăмах куçарни.

дрейф

м. мор. дрейф (юхăм майĕпе е çил вăйĕпе куçни);лечь в дрейф мор. дрейфа кĕр (карана пĕр вырăнтах тăрат); сняться с дрейфа дрейфран тух.

друг

: друг-другу пĕр-пĕрне; друг за друга пĕр-пĕрне, пĕр-пĕринчен; друг против друга пĕр-пĕрне хирĕç; друг с другом пĕр-пĕринпе.

дружелюбие

с. туслăха юратни, пĕр-пĕринпе туслă пулни.

дружный

прил. 1. туслă; дружная семья туслă çемье; 2. (единодушный) харăс, пĕр харăс, пĕр вăхăтра; дружный смех пĕр харăç кулни.

дуализм

м. 1. филос. дуализм (тĕнче пĕр-пĕрне пăхăнман материпе духран тăрать тесе вĕрентекен философи системи; монизма хирĕçле вĕрентӳ); 2. книжн. (двойственность) иккĕлĕх, икке уйрăлни.

дублёр

м. дублёр (1. театр, артист рольне выляма хатĕрленĕ тепĕр артист; 2. пĕр йышши цех тăвакан çын, завод т. ыт. те).

дублет

м. дублет (1. пĕр-пĕр япалан иккĕмĕш экземплярĕ; 2. охот. ик кĕпçеллĕ пăшалтан харăç персе яни).

дубликат

м. дубликат (пĕр-пĕр документан иккĕмĕш экземплярĕ).

дублировать

несов. кого-что 1. (делать повторную работу) иккĕмĕш хут ту (еде); 2. театр. улăштар (пĕр артист рольне тепер артиста выляттар); 3. кино тепĕр чĕлхепе калаçтар; дублировать кинофильм кино-фильмри артистсене тепĕр чĕлхепе калаçтар.

душа

ж. 1. филос. (нематериальное начало) чун; душа и тело чунпа ӳт-пӳ; 2. (свойство характера) чун, кăмăл, чĕре; добрая душа ырă чунлă çын; 3. (чувство; темперамент) чун, чĕре; петь с душой чĕререн юрла; 4. перен. (вдохновитель, организатор) чун; он душа этого колхоза вăл çак колхозăн чунĕ; 5. разг. (человек при указании количества) чун, çын; на улице ни души урамра пĕр чун та çын та) çук; 6. (единица населения) çын, ят; на душу населения пĕр çын ят) пуçне; 7. разг. (обращение) чунăм; душа моя чунăмçăм; ◇ в душе ăшра; по душам говорить чĕререн чуна уçса) калаç; вымотать всю душу чуна кăлар ил); заячья душа мулкач чунĕ, чăх чĕри; от всей души пĕтĕм чунтан, чĕререн; жить душа в душу чунтан-вартан килĕштерсе пурăн; не чаять души в ком-л. пĕтĕм чун-черепе сав юрат); отвести душу чуна пусар; душа не лежит к кому-чему-л. чун туртмасть; душа ушла в пятки сехре хăпрĕ; стоять над душой чуна ил; по душе кăмăла каять; он кривит душой вăл тӳрĕ çын мар; сколько душе угодно ытлашшипех; вложить душу в работу чунна хурса ĕçле; за душой нет ни гроша манăн пĕр пус та çук; душа нараспашку питĕ уçă çын, уçă чунлă çын; чужая душа потёмки посл. соотв. çын ăшне тавăрса пăхма кĕрĕк çанни мар (букв. внутренность человека нельзя вывернуть, она не рукав шубы).

дюймовый

прил. пĕр дюймлă, дюйм вăрăмăш.

дюйм

хулăнăш; дюйм гвоздь пĕр дюйм вăрăмăш пăта, дюймлă пата.

единичность

ж. пĕррелĕх, пĕртен-пĕр пулăм; единичность факта факт пĕртен-пĕр кăна пулни.

единичный

прил. 1. пĕртен-пĕр, уйрăм, сайра хутра тĕл пулакан; единичныи случай сайра хутра тĕл пулакан ĕç; 2. (отдельный) уйрăм, пĕччен; единичные факты уйрăм фактсем.

единобрачие

с. пĕрреллĕ мăшăрлану (арçын пĕр арăмпа çеç, хĕрарăм пĕр арçынпа çеç мăшăрланса пурăнни).

единовременный

прил. пĕр вăхăтлăх, пĕр хут çеç пулакан, пĕр вăхăтра çеç тăвакан; единовременное пособие пĕр хут çеç паракан пособи.

единогласие

с. пĕршухăшлăх, пурте пĕр шухăшлă (е пĕр саслă) пулни; пĕрсасăлăх, пурте пĕр çыншăн (е пĕр сĕнӳшĕн çеç) сасăлани.

единогласный

прил. пĕр сасăллă, пĕр шухăшлă; единогласное решение пĕр шухăшлă пулса йышăнни; единогласное мнение собрания пуху пĕр сасăллă пулни.

единодушие

с. пĕр шухăшлă пулни, пĕркăмăллăх, пĕр канашлă пулни; проявить единодушие пĕр шухăшлă пул.

единодушный

прил. пĕр шухăшлă, пĕр канашлă; единодушное одобрение пĕр шухăшлă пулса ырлани.

единожды

нареч. уст. 1. (один раз) пĕр хут, пĕр тапхăр; 2. (однажды) пĕррехинче.

единокровный

прил. 1. ашшĕнчен пĕр тăван, пĕр ашшĕнчен çуралнă; единокровные братья пĕр ашшĕнчен çуралнă ывăлсем; 2. тăван, çывăх; единокровные народы тăван халăхсем.

единомыслие

с. пĕршухăшлăх, пĕр шухăшлă пулни, пĕр пек пăхни.

единомышленник

м. 1. пĕр шухăшлă çын; 2. (сообщник) пĕр канашлă çын, пĕр каварлă çын.

единообразный

прил. пĕр пек, пĕр евĕрлĕ, пĕр тĕслĕ, пĕр тĕрлĕ; единообразные формы учёта учётăн пĕр евĕрлĕ формисем.

единоутробный

прил. уст. пĕр варлă, пĕр амăшĕнчен çуралнă; единоутробные братья пĕр варлă ывăлсем.

единственно

нареч. 1. (только один) пĕртен-пĕр; единственно доступный способ пĕртен-пĕр юрăхлă май; 2. в знач. частицы (только) çеç; он говорил единственно потому, чтобы помочь вам вăл сире пулăшас тесе çеç каларĕ.

единственный

прил. 1. пĕртен-пĕр; единственный ребёнок пĕртен-пĕр ача; 2. перен. уст. (замечательный) аван; ◇ единственное число грам. пĕрреллĕ хисеп; один-единственный пĕртен-пĕр.

единство

с. 1. пĕрлĕх; единство партии парти пĕрлĕхĕ; 2. (неразрывность связи) пĕрлĕх; единство теории и практики теорипе практикăн пĕрлĕхĕ; 3. (общность) пĕрлĕх, пĕрпеклĕх; пĕр килни; единство мнений шухăшсем пĕр килни.

единый

прил. 1. (один) пĕр; ни единой минуты пĕр минут та; 2. уст. (единственный) пĕртен-пĕр; 3. (цельный, нераздельный) пĕр пĕтĕм, пĕрлĕхлĕ; единый фронт пĕр пĕтĕм фронт, пĕрлĕхлĕ фронт; 4. (общий, одинаковый) пĕр пек, пĕр тĕрлĕ, пĕр евĕрлĕ; единое мнение пĕр пек шухăш; единые цены пĕр пек хак; все до единого пурте, пĕр çын юлми; единый билет пĕр билет, пĕр пек билет.

жвачка

ж. 1. (действие) кавлени; 2. кавлек; ◇ жевать жвачку чăмлак чăмла (пĕр япаланах темиçе хут калани çинчен).

женить

сов. и несов. кого авлантар; ◇ без меня меня женили мана хамсăрах авлантарса ячĕç; хамсăрах, манпа килĕшмесĕрех (пĕр-пĕр ĕç татнă пирки).

жертва

ж. 1. парне, чӳк; принести жертву парне пар, парне кӳр, чӳк ту; 2. (самопожертвование) пуç хуни (пĕр-пĕр идеалшăн); мĕн те пулин пани; 3. (о пострадавшем от кого-чего-л.) пĕтни, çухални, çухату, инкек.

жест

м. 1. хăлаçланни, алла вылятни (калаçнă чухне); 2. перен. хăтлану, хăтланăш (пĕр-пĕр тĕллевпе çынна кăтартма тунă ĕç).

живой

прил. 1. (обладающий жизнью) чĕрĕ; живые цветы чĕрĕ чечексем; ловить зайца живым мулкача чĕррĕн тыт; 2. (относящийся к живому или растительному миру) чĕрĕ; живая природа чĕрĕ çутçанталăк; 3. (полный жизненных сил) чĕрĕ, çивĕч, йӳрĕк; вичкĕн, шухă; живой ребёнок çивĕч ача; 4. (подлинный, реальный) чăн, чăн-чăн, чĕрĕ; пурнăçри, пурнăçран илнĕ; живая жизнь чĕрĕ пурнăç; живое дело чĕрĕ ĕç; 5. (деятельный, остроощущаемый) тимлĕ; хĕрӳллĕ; питĕ пысăк; живое участие тимлĕ хутшăнни; живое желание питĕ пысăк кăмăл; 6. (яркий, выразительный) чĕрĕ; илемлĕ; живой образ чĕрĕ сăнар; живая речь чĕрĕ пуплев, чĕрĕ калаçу; 7. только в краткой ф., чем (черпающий силу в чём-либо): я жив надеждой эпĕ шанăçпа пурăнатăп; ◇ живой вес чĕрĕ виçе; живая вода фольк. чĕрĕлĕх шывĕ; живая газета чĕрĕ хаçат (хыпар сарса çӳрекен çын çинчен); живая изгородь чĕрĕ хӳме (йăвă лартса тухнă йывăçсен речĕ); живой инвентарь чĕрĕ инвентарь (ĕç выльăхĕсем), живая очередь чĕрĕ черет (çынсем черет йышăнса кĕтсе тăни); живой портрет чĕрĕ сăнлăх; живая рана чĕрĕ суран; живая связь чĕрĕ çыхăну; живая сила чĕрĕ вăй (çынсем, выльăх-чĕрлĕх); живое слово чĕрĕ сăмах; живого слова не услышишь чĕрĕ сăмах илтеймĕн; живой ум çивĕч ăс; живого лица нет на ком-л. питĕнче этем сăнĕ çук; живого места нет аманман вырăн та çук; живым манером вăр-вар, хăвăрт; взять (брать) за живое, задеть (затронуть) за живое хумхатса яр, чуна кайса тив; на живую нитку кăшт-кашт, начар; на живую руку васкаса; ни живой души пĕр чун та; жив-здоров чип-чипер, тĕрĕс-тĕкел; ни жив ни мёртв ни чĕрĕ ни вилĕ.

жить

несов. пурăн; жить долго нумай пурăн; жить зажиточно тулăх пурăн; жить скромно сăпайлă пурăн; жить беззаботно пĕр хуйхăсăр пурăн; жить в ладу килĕштерсе пурăн; жить на свои средства ху вăюпа пурăн; жить за чужой счёт çын шучĕпе пурăн; жить в нищете чухăнлăхра пурăн; питĕ чухăн пурăн; жить полной жизнью тулли пурнăçпа пурăн; ему нечем жить унăн пурăнмалли ним те çук; жить на жалованье ĕç укçипе кăна (е ĕç укçи çинче) пурăн; жить мечтой ĕмĕтпе пурăн; он жил только одной наукой вăл пĕр наукăшăн кăна пурăннă; жить в няньках нянькăра пурăн; ◇ жить душа в душу чунтан килĕштерсе пурăн; жить своим умом (или разумом) ху ăсупа пурăн; велеть (или приказать) долго жить вил; жил(и)-был(и) пурăннă тет.

за

предлог 1. с те. п. (на вопрос «где?») хыçра, хушăра, тулашĕнче, леш енче; стоять за дверью алăк хыçĕнче тăр; сидеть за столом сĕтел хушшинче лар; жить за рекой çырма леш енче пурăн; отдыхать за городом хула тулашĕнче кан; 2. с вин. п. (на вопрос «куда») хыçă, хушша, тулашне, леш енне, тепĕр енне; сесть за стол сĕтел хушшине лар; за спину çурăм хыçне; за реку шыв леш енне; уехать за город хула тулашне кай; сесть за пианино пианино калама лар; 3. с тв. п. (позади, вслед, следом) хыççăн, хыçран; один за другим пĕрин хыççăн тепри; за мной ман хыççăн; читать книгу за книгой кĕнеке хыççăн кĕнеке вула; 4. с тв. п. (во время чего-л. — на вопрос «когда?») хушшинче, вăхăтĕнче, чух; за работой ĕç вăхăтĕнче; за разговорами калаçнă хушăра; за ужином каçхи апат çине чух; 5. с вин. п. (указывает на начало действия) ⸗а [⸗е], ⸗ма [⸗ме]; взяться за работу ĕçе тытăн; сесть за шитьё çĕлеме лар; 6. с вин. п. (в течение, в продолжение) ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре], ⸗че, вăхăтра, хушăра; сделать за час пĕр сехет хушшинче туса пĕтер; за это время çак хушăра; за время отпуска отпуск вăхăтĕнче; 7. с вин. п. (раньше, до) маларах, малтан; за день до отъезда тухса кайиччен пĕр кун малтан; за два месяца до.. ⸗ччен икĕ уйăх малтан; 8. с вин. п. (позднее, больше, сверх) ытла, ытлашшипех, иртет, иртнĕ; мороз за двадцать градусов сивĕ çирĕм градус ытла, сивĕ çирĕм градусран та иртет; ему далеко за сорок вăл тахçанах хĕрĕхрен иртнĕ; уже за полночь çурçĕр иртнĕ ĕнтĕ; 9. с вин. п. (на расстоянии). ⸗а [⸗е], ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре], ⸗ран [⸗рен], çити, урлă; ехать за сто километров çĕр километра кай; находиться за двадцать километров от города хуларан çирĕм километрта вырнаç (е тăр, пул); за три дома от угла кĕтесрен виçĕ çурт (е кил) урлă; 10. с вин. п. (по причине, вследствие) ⸗ран [⸗рен], ⸗тан [⸗тен], ⸗шăн [⸗шĕн], пирки; уважать за честность тӳрĕ кăмăлшăн хисепле; за отсутствием улик айăплама сăлтав çук пирки; за недостатком времени вăхăт çукран; 11. с тв. п. (с целью, для чего-л.) патне, ⸗ма [⸗ме]; пойти за водой шыв ăсма (е шыв патне) кай; послать за вещами япала патне яр, япала илме яр; очередь за билетами билет черечĕ; 12. с вин. п. (ради, в пользу, в защиту) ⸗шăн [⸗шĕн], майлă пул; сражаться за родину тăван çĕршывшăн кĕреш; борьба за мир во всём мире пĕтĕм тĕнчери миршĕн пыракан кĕрешӳ; заступиться за кого-либо хута кĕр, майлă пул; 13. с тв. п. (при обозначении лица или предмета, на которые направлено действие) ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не]; ухаживать за больными чирлисене пăх; следить за чистотой тасалăха асăрхаса тăр; 14. с вин. п. (при обозначении лица, предмета, который берут, которого касаются и т. п.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен], ⸗чен; взять за руку алăран тыт; дёрнуть дверь за ручку алăка хăлăпĕнчен турт; 15. с вин. п. (при обозначении лица, предмета, вызывающих какие-л. чувства) ⸗шăн [⸗шĕн]; я рад за вас эпĕ сирĕншĕн хавас; мне стыдно за тебя мана саншăн намăс; благодарю вас за билет сире билетшăн тав тăватăп; 16. с те. п. (при обозначении лица, места и т. п., которому присуще какое-л. свойство) ⸗ăн [⸗ĕн], ⸗та [⸗те], ⸗ра [⸗ре]; за ним замечается такая привычка унăн çавăн пек йăла пур; 17. с вин. п. (в обмен, по цене) ⸗а [⸗е], ⸗ла [⸗ле]; за деньги укçалла; за плату тӳлевле; купить за десять рублей вунă тенкĕпе ил; 18. с вин. п. (вместо, взамен) ⸗шăн [⸗шĕн], вырăнне; подписаться за неграмотного хутла пĕлмен çыншăн алă пус; работать за товарища юлташшăн ĕçле; 19. с вин. п. (в качестве) вырăнне; принять за правило йĕрке вырăнне йышăн; оставаться за директора директор вырăнне юл; 20. с тв. п. (при указании лица, от которого зависит наступление какого-л. действия) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; дело за вами ĕç сирĕнтен килет; очередь за вами сирĕн черет; 21. с тв. п. с чем-л. ⸗нă [⸗нĕ], ⸗лă [⸗лĕ]; приказ за подписью директора директор алă пуска приказ; письмо за 210 210-мĕш №-лĕ çыру; ◇ за исключением ⸗сăр [⸗сĕр] пуçне, ⸗ран [⸗рен] пуçне, ⸗а [⸗е] шутламасăр; ни за что ним парсан та, ним тусан та; ни за что ни про что ним (е пĕр) айăпсăр, айăпсăр-сăлтавсăр; за ваше здоровье сирĕн сывлăхшăн.

заартачиться

сов. разг. кутăнлана пуçла, кутана пĕр (çын çинчен); чăхăмлама пуçла (е тапрат, тытăн — лаша çинчен).

забота

ж. 1. шухăш; хуйхă, хуйхă-суйхă; ĕç, ĕç-хĕл; çăмăл, сехмет; жить без заботы пĕр шухăшсăр пурăн, пĕр хуйхăсăр пурăн; у него много забот унăн хуйхи-суйхи нумай; домашние заботы килти ĕçсем; 2. (заботливое отношение) тăрăшу, тăрăшни; чăрмав; забота о больном чирлĕ çыншăн тăрăшни; проявить заботу тăрăш; ◇ не моя (или твоя) забота манăн (е санăн) ĕç мар, манăн (е санăн) ĕç çук.

забрать

сов. 1. кого-что (взять) ил, илсе кай (е кил, тух); забрать книги с собой кĕнекесене хăвпа пĕрле ил; забрать товаров рублей на двадцать пĕр çирĕм тенкĕлĕх тавар ил; забрать его из больницы ăна больницăран илсе кай; забрать семью в город çемьене хулана куçарса кай; забрать власть влаçа ил; забрать в солдаты салтака ил; 2. кого-что, разг. (захватить) ил, тытса (е ярса, туртса) ил, илсе кай; неприятель забрал город тăшман хулана тытса илнĕ; забрать в плен тыткăна ил; 3. кого-что (присвоить, отнять) ил, чик, хĕстер, хĕстерсе кай (ют япалана); 4. кого-что (арестовать) тыт, тытса кай; его забрал патруль ăна патруль тытнă; 5. что (сузить, ушить) ил, пĕр, ансăрлат, кĕскет; забрать ширину анлăшне ил, ансăрлат; забрать длину тăршшĕне ил, кĕскет; 6. что (засунуть, заправить) чик, хĕстер, пуçтар, пуçтарса чик; забрать рубашку в брюки кĕпе аркине шăлавар ăшне пуçтарса чик; забрать волосы в узел çӳçе пуçтарса çых; 7. без доп. (уклониться, отклониться) ил, пар, пăрăн; хăпар; забрать вправо сылтăмалла ил; забрать в сторону аяккалла пăрăн; 8. чем (заделать) питĕр, çап, питĕрсе хур, çапса ларт; забрать окно досками чӳречене хăмапа çапса ларт; ◇ забрать силу вăй ил, хуçаланма тытăн; страх забрал сехре хăпрĕ; охота забрала кăмăл туртрĕ; за живое (или за душу, за сердце) забрало чуна (е чĕрене, ăша) кайса тиврĕ; забрать (себе) в голову шут тыт.

завертеться

сов. 1. (начать вертеться) çаврăнма пуçла; 2. разг. (захлопотаться) анраса çит (пĕр-пĕр ĕçпе).

загадать

сов. 1. что (загадку) яр, пар (сутмалли юмах, ребус); 2. что и без доп. (задумать) шухăшла, шухăшласа хур; загадать какое-либо число пĕр-пĕр число шухăшласа хур.

задаром

нареч. прост. 1. (бесплатно, даром) ахаль, ахалех, пĕр пуссăр; 2. (очень дёшево) ахаль тенĕ пекех, йӳнех; купить задаром пит йӳне ил; 3. (бесполезно, напрасно) усăсăр.

задержаться

сов. 1. (остановиться) чарăнса тăр, тытăнса тăр, чарăн; задержаться на неделю пĕр эрнене чарăнса тăр; ему пришлось задержаться унăн тытăнса тăмалла пулчĕ; дыхание задержалось сывлăш тухма чарăнчĕ, сывлăш тухми пулчĕ; 2. (не сделать вовремя) кая юл, ан ĕлкĕр; задержаться с выполнением задания задание кая юлса пурнăçла.

задержка

ж. 1. по гл. задержать 1,3; 2. чарăнса тăни, тăхтаса тăни, тытăнса тăни; работать без задержки пĕр тытăнса тăмасăр ĕçле; отвечать без задержки пĕр тăхтаса тăмасăр ответле.

задоринка

ж. шăйрăк, хăйпăк; ◇ без сучка, без задоринки или ни сучка, ни задоринки яп-яка, пĕр кăлтăксăр.

задумать

сов. что 1. (мысленно решить) шухăшла, шут тыт; шухăшласа хур; 2. (загадать) шухăшласа хур; задумать какое-нибудь число пĕр-пĕр число шухăшласа хур.

заезд

м. 1. по гл. заехать 1, 4, 5; 2. спорт, чупу, пĕр сăтăрăм чуптарни (лашасене); финальный заезд юлашки чупу.

закорючка

ж. разг. 1. (затейливый изгиб) кукăр-макăр; 2. (уловка) ăслай, чеелĕх, хайла; без закорючек пĕр чееленмесĕр; 3. (помеха) чăрмав, кăлтăк, инкек.

закрутиться

сов. 1. (крутясь, свернуться, завиться) пăрăн, пăрăнса лар (е кай), пĕтĕрĕн, пĕтĕрĕнсе лар (е кай), явăн, явăнса лар, явалан, яваланса пĕт (е лар), çаврăн, çаврăнса кай; стручки гороха закрутились пăрçа хутаççисем пĕтĕрĕнсе ларчĕç; 2. (обвиться, обмотаться) яваланса лар, чĕркенсе лар; 3. (завинтиться) пăрăн, пăрăнса лар; хыт, хытса лар (кран, гайка); 4. перен. разг. (захлопотаться) ĕç айне пул, пăтранса кай; 5. (начать крутиться, завертеться) çаврăнма (е пĕтĕрĕнме, пăрăнма, явăнма) пуçла; колесо закрутилось на месте кусатăран пĕр вырăнта çаврăнма пуçларĕ; 6. перен. разг. (сбиться с пути, повести беспорядочную жизнь) ашкăн, ашкăнма тытăн.

закрытый

прил. 1. (крытый) тăрăллă, çине витнĕ (машина), 2. (недоступный для посторонних) хупă; закрытый конкурс хупă конкурс; закрытое собрание хупă пуху; 3. (плотно закрывающий, глухой) хупă; закрытый воротник хупă суха; 4. мед.: закрытый перелом шалтан хуçăлни; ◇ закрытое море хупă тинĕс (çыранĕсем йĕри-тавраллах пĕр патшалăха кĕрекен тинĕс); закрытое письмо хупă çыру; закрытое голосование вăрттăн сасăлани; при закрытых дверях тивĕçлĕ мар çынсене кĕртмесĕр.

заладить

сов. разг. 1. что (начать повторять одно и то же) вĕçĕмсĕр кала (пĕр-пĕр сăмаха), минретме пуçла (е тапрат, тытăн); 2. с неопр. (начать упорно делать что-л.) тума пуçла (е тапрат, тытăн); ветер как заладит дуть, так и пойдёт на целую неделю çил пĕрре вĕрме тытăнсан пĕтĕм эрнене пырать; он заладил ходить в кино вăл кинона чупма тытăннă.

залп

м. залп; дать залп залп пар, пĕр харăс пĕрсе яр.

залпом

нареч. 1. пĕр харăс (пăшалтан пер); 2. перен. разг. пĕр сывламасăр, пĕр канмасăр, пĕр чарăнмасăр, пĕр тăрук; выпить залпом пĕр сывламасăр ĕçсе яр; выкурить залпом три папиросы пĕр тăрук виçĕ пирус туртса яр; прочесть книгу залпом кĕнекене пĕр чарăнмасăр вуласа тух.

замерзание

с. по гл. замёрзнуть; ◇ остановиться на точке замерзания пĕр вырăнта улшăнмасăр тăр.

заморозить

сов. 1. кого-что (дать замёрзнуть) шăнт; шăнтса яр; заморозить рыбу пулă шăнт; 2. что (остудить) сивĕт, шăнт; заморозить шампанское шампански сивĕт; 3. что, перен. (оставить неиспользованным) усă курмасăр тытса тăр, усă курмасăр хăвар (укçа-тенкĕ); 4. перен. (приостановить) чарса тăр, пĕр шайра тыт, ан ӳстер; заморозить зарплату ĕç укçине ан ӳстер.

замыслить

сов. что и с неопр. шухăш тыт, шухăшласа хур (пĕр-пĕр ĕç тума).

заодно

нареч. 1. (в единодушии) пĕрле, пĕр шутлă, пĕр шухăшлă, пĕр каварлă, пĕр чĕлхеллĕ; действовать заодно пĕрле ту, пĕр каварлă пулса ĕçле; 2. разг. (вместе с тем, попутно, кстати) пĕрех хут, çула май, ал май; купите заодно и книгу илнĕ-илнех кĕнекине те илĕр.

запанибрата

нареч. разг. ним уямасăр, уяса тăмасăр, тиркесе тăмасăр, пĕр тантăш пек, ним именмесĕр; он с ним запанибрата вăл унтан именсе-вăтанса тăмасть.

запинка

ж. такăнни; говорить без запинки пĕр такăнмасăр кала.

запоем

парен, разг. чарăнмасăр, татăлмасăр, чарăна пĕлми, пĕр тăрук; читать запоем пĕр татăлмасăр вула.

запросто

нареч. разг. именмесĕр, (пĕр) именсе тăмасăр; çăмăллăнах, пĕр чăрмавсăрах.

зараз

нареч. разг. тӳрех, пĕр вăхăтра, тăрук, пĕр тăрук, пĕр хут, пĕрре; съесть зараз тӳрех çисе яр, пĕрре ларсах çисе яр; зараз два дела не делают пĕр вăхăтрах икĕ ĕç тумаççĕ.

засечка

ж. 1. (зарубка) карт, тăмха; 2. (рана на ноге лошади) лаша ури çинчи суран (урисем пĕр-пĕринпе перĕнсе суранланни).

застой

м. 1. пĕр вырăнта тăни, чарăнни, чарăнса тăни; застой крови юн чарăнни; 2. перен. ӳсменни, ӳсме (е аталанма, малалла кайма) чарăнни; застой в делах ĕç пĕр вырăнта тăни.

застойный

прил. 1. (о воздухе) куçман, пĕр вырăнта тăракан (сывлăш); (о воде) юхман (шыв); 2. перен. кулленхи, яланхи.

затвердить

сов. что 1. (выучить наизусть) калама вĕрен, астуса юл; затвердить урок урок калама вĕрен; затвердить адрес адрес астуса юл; 2. (начать твердить) калама пуçла (е тапрат, тытăн); затвердить одно и то же пĕр сăмахах темиçе хут калама тытăн.

затылок

м. ĕнсе, ĕнсе хыçĕ; ◇ в затылок пĕр-пĕрин хыççăн, пĕрин хыççăн тепри (тăр).

звук

м. сасă, сас; звук шагов ура сасси; звук голоса калаçнă сасă; скорость звука физ. сасă хăвăртлăхĕ; гласные звуки лингв. уçă сасăсем; музыкальный звук музыка сасси; ◇ пустой звук пуш сăмах; ни звука шăпăрт; пĕр сас-чĕвĕ çук.

здесь

нареч. 1. (в этом месте) кунта, çаканта, çак вырăнта; я живу здесь эпĕ çакăнта пурăнатăп; 2. (в этом случае) кунта; ку ĕçре; здесь я ничем не могу помочь кунта эп нимпе те пулăшма пултараймастăп; ◇ одна нога здесь, другая там пĕр ури кунта, тепри лере.

земляк

м. янташ (е ентеш), пĕр енчи çын.

знакомый

прил. 1. (известный) курнă-илтнĕ, палланă, паллакан; знакомая мелодия илтнĕ кĕвĕ; знакомые горы курнă тусем; 2. (изведавший) тӳссе ирттернĕ, курнă; я знаком с трудностями жизни эпĕ пурнăç хури-шуррине куркаланă; 3. (состоящий в знакомстве с кем-л.) паллашнă, пĕлнĕ, пĕлĕш; мы с ним с детских лет знакомы эпир унпа пĕр-пĕрне ачаранпах пĕлетпĕр; 4. в знач. сущ. знакомый м., знакомая ж. пĕлĕш.

знаменатель

м. мат. знаменатель (единица миçе пая вакланнине кăтартакан хисеп); привести к общему знаменателю пĕр знаменателе çитер.

ибо

союз пирки, пула, кура, мĕншĕн тесен; мы победили, ибо были сплочены эпир çĕнтертĕмĕр, мĕншĕн тесен пĕр пултăмăр.

играть

несов. 1. во что и без доп. выля, выляш; кончить играть выляса пĕтер; играть в футбол футболла выля; играть в жмурки куркуçла (е суккăр куçла) выля; 2. кого-то, театр. (исполнять) выля; играть роль старика ват çын рольне выля; 3. на чём и без доп. (на музыкальном инструменте) кала, выля; играть на флейте флейта кала; 4. (с) чем, (с) кем выля, вылянтар, вылят, алхас, илĕх; играть с детьми ача-пăчапа выля; ветер играет гривой коня çил ут çилхипе вылять; играть саблей хĕçпе выля; 5. (сверкать, переливаться) йăлтăртат, выля, вылян; на воде играют солнечные блики шыв çинче хĕвел вылять; 6. (пениться, искриться) кăпăклан, хĕлхемлен, йăлтăртат, чашкар; ◇ играть с огнём вут-кăварпа выля; играть в великодушие ырă кăмăллă пек пул; играть свадьбу туй ту; играть большую роль пысăк вырăн йышăн; играть первую скрипку чи асли (е ăсти) пул; играть в молчанку пĕр-пĕринпе ним чĕнмесĕр лар; играть комедию кулăшла хăтлан; играть на нервах кăмăла пăс, тарăхтар.

идентичный

прил. тан, пĕр пек, пĕрешкел.

идеограмма

ж. лингв. идеограмма (çырура пĕр-пĕр ăнлава пĕлтерме йышăннă паллă).

из⸗

(изо⸗, изъ⸗, из⸗) сăмах тăвакан приставка, пĕлтерĕшĕсем: 1) ăçтан та пулин килни, каларни, тухни, тĕсл.: изгнать хăваласа кăлар; извлечь кăлар, туртса кăлар; 2) пĕр-пĕр ĕçе пĕтĕмпех туса пĕтерни, тĕсл.: изрезать касса тăк; измучиться халран кай, асапланса пĕт; извериться шанми пул, шанчăка çухат; израсходовать тăкакласа пĕтер.

избегать

несов. 1. см. избежать; 2. кого-чего и с неопр. (сторониться) пăрăнса çӳре, пăрăн, ютшăн; избегать друг друга пĕр-пĕринчен пăрăнса çӳре.

излечиться

сов. от чего 1. сывал, чĕрĕл, сывалса (е тӳрленсе, юсанса) çит; 2. перен. (избавиться) хăтăл (пĕр-пĕр хуйхăран е кăлтăкран).

изотопы

мн. (ед. изотоп м.) спец. изотопсем (хими элеменчĕн пĕр-пĕринчен йывăрăшпа уйăрăлса тăракан атомĕсем); изотопы урана уран изотопĕсем; радиоактивные изотопы радиоактивлă изотопсем.

изощрённость

ж. 1. вичкĕнлĕх, çивĕчлĕх (ăс-хакăлăн е пĕр-пĕр туйăмăн, сисĕмĕн); 2. кăткăслăх.

изощриться

сов. вичкĕнлен, çивĕчлен, çивĕчленсе çит (ăс-хакăл е пĕр-пĕр туйăм, сисĕм енчен).

из-под

предлог с род. п. (или из-подо) 1. (из какого-л. места, находящегося по) чем-л.) айĕнчен, айран, айĕн; из-под стола сĕтел айĕнчен; из-подо льда выступила вода тан тапнă; 2. разг. (возле какого-л. населённого пункта) çывăхĕнчен, патĕнчен, енчен, таврашёнчен; они родом из-под Чебоксар вĕсем Шупашкар енчисем; 3. (при определении вместилища) ⸗ĕ [⸗и], тытнă, пулнă; бочка из-под дёгтя тикĕт пички; бутылка из-под вина эрех кĕленчи; 4. (при определении бывшего в соединении вещества) ⸗ĕ [⸗и]; рассол из-под огурцов хăяр шӳрпи (е шывĕ); гуща из-под кваса кăвас тĕпĕ; 5. (освобождение откого-чего-л.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен], ⸗чен; освободить из-под ареста арестран хăтар (е ирĕке кăлар); освобождаться из-под гнёта пусмăр айĕнчен тух; из-под палки ирĕксĕррĕн, кăмăл туртмасăр, хăраса (ту пĕр-пĕр ĕçе); из-под носа сăмса умĕнчен.

иллюзия

ж. иллюзи (1. çук япала пур пек туйăнни; пĕр япала вырăнне тепĕр япала курни; 2. пурнăçланма пултарайман шанчăк, суя ĕмĕт).

иммигрант

м. иммигрант (пĕр патшалăхран те пĕр патшалăха яланлăха пурăнма куçса пынă çын).

иммиграция

ж. иммиграци (пĕр патшалахран тепĕр патшалăха яланлăха пурăнма куçса кайни).

иммунитет

м. иммунитет (1. мед. организм ерекен чирсене парăнмасăр ирттерсе яма пултарни; 2. пĕр-пĕр çынна, тĕсл. дипломатсене, пуриншĕн те кăларнă хаш-пĕр законсене пăхăнмасăр пурăнма ирĕк пани).

импровизированный

прил. хайлаллă, хайлавлă, хатĕрленмесĕр тунă, импровизациллĕ (искусство произведенийĕ е пĕр-пĕр ĕç, япала); импровизированная песня хайлаллă юрă.

импульс

м. импульс (пĕр-пĕр ĕç тума чĕнекен туртăм); импульс к творчеству творчество импульсĕ; нервный импульс нерв импульсĕ.

индекс

м. индекс (1. япаласен указателĕ е списокĕ; 2. эк. пĕр-пĕр экономика явленийĕ улшăнса пынине процентпа кăтартакан цифра; 3. пĕр-пĕр япалана е унан пĕлтерĕшне палăртма усă куракан цифрăсем е саспаллисем); индекс цен хаксен индексĕ.

индивидуальность

ж. индивидуальность, пайарлăх (1. индивидуумсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме май паракан хăйне евĕрлĕхсем; 2. хăйне евĕр уйрăм çын).

инерция

ж. 1. физ. инерци, сулăм; сила инерции инерци вăйĕ; двигаться по инерции сулăмпа куçса пыр; 2. перен. тимсĕрлĕх, сӳрĕклĕх, мăранлăх; ◇ по инерции шухăшласа тăмасăр; пĕр хăнăхнă пек.

инкубация

ж. инкубаци (1. мед. пĕр-пĕр чирĕн ернĕ хыççăн паллă пуличчен пыракан тапхăрĕ; 2. с.. инкубатор та чĕпсем кăларни).

иногда

нареч. хăш (е тепĕр) чухне, хăш-пĕр чух(не), хутра(н)-ситре(н), хушăран, сайра пĕрре.

инспектировать

несов. кого-что инспекциле, тĕрĕсле, тишкер (пĕр-пĕр учреждени ĕçне).

инспирировать

сов. и несов. кого-что хĕтĕрт; хисте, (майлă е хирĕç) тăрат; инспирировать общественное мнение обществăна пĕр-пĕр шухăш майлă тăрат.

интервал

м. 1. (пространство между предметами) хушă, интервал; батальоны шли с интервалами батальонсем интервал хăварса пынă; 2. (промежуток времени) хушă; поезда проходят с интервалом в десять минут поездсем кашни 10 минутран иртеççĕ; 3. физ., муз. интервал (икĕ сасă çинçĕшпе хулăнăш енчен пĕр-пĕринчен мĕн чухлĕ уйăрăлса тăни); мелодические интервалы мелоди интервалĕсем.

интервью

с. нескл. интервью (пĕр-пĕр паллă çын общественноçа интереслентерекен ыйту тăрăх корреспондентпа калаçни, çав калаçу тăрăх çырса пичетленĕ статья); дать интервью интервью пар; взять интервью интервью ил.

интернационализация

ж. интернационализацилени (пĕр-пĕр япалапа, тĕсл. шывпа, тинĕспе е çĕр лаптăкĕпе, пур патшалăха та усă курма ирĕк пани).

интернационализм

м. интернационализм (пĕтĕм тĕнчери пролетариатăн пĕрлĕхĕпе пĕр шухăшлăхĕ) принципы интернационализма интернационализм принципĕсем; пролетарский интернационализм пролетари интернационализмĕ.

интернирование

с. интернировани (1. вăрçă хутшăнман патшалăх хăйĕн çĕрĕ çине кĕрсе кайнă вăрçакан патшалăхсен çар чаçĕсене тытса чарни; 2. пĕр-пĕр вăрçакан патшалăх хăйĕн çĕрĕ çинче пурăнакан тăшманла патшалăх çыннисене тытса хупни).

интриговать

несов. 1. против кого-чего (вести интриги) интрига ту (пĕр-пĕр çынна вăрттăн инкек тума тăрăш); 2. кого-что интереслентер, кăсăклантар.

инфаркт

м. мед. инфаркт (юн пыми пулнипе ӳтĕн пĕр-пĕр пайĕ вилни); инфаркт сердечной мышцы чĕре мышци инфаркчĕ.

испанка

ж. (болезнь) испанка (грипп чирĕн пĕр тĕсĕ).

исписать

сов. что 1. (заполнить написанным) çырса тултар (е пĕтер); исписать целую тетрадь пĕр тетрадь çырса тултар; 2. разг. (истратить) çырса пĕтер; исписать карандаш кăранташа çырса пĕтер.

исполнить

сов. что 1. (выполнить) ту, пурнăçла, тултар, çитер (кăмăла); исполнить приказание хушнă ĕçе ту; исполнить заказ тума илнĕ ĕçĕ ту; 2. (сыграть, спеть) (пĕр-пĕр ĕç) туса пар, кала; исполнить танец ташă ташласа пар; исполнить романс романс юрласа пар.

истолкование

с. 1. по гл. истолковать; 2. (разъяснение) ăнлантару, ăнлантарни; разные истолкования одного явления пĕр япаланах тĕрлĕрен ăнлантарни.

истопить

сов. что 1. хутса (е çунтарса) кăлар, пултар; истопить печку кăмака (е вут) хутса кăлар; 2. разг. (израсходовать) хутса (е çунтарса) пĕтер; истопить целый воз дров пĕр лав вутă хутса пĕтер.

истребить

сов. кого-что пĕтер, вĕлер, пĕтерсе (е вĕлерсе) тăк, тĕп ту, хир, хирсе тăк; истребить друг друга пĕр-пĕрне пĕтер; истребить крыс мышьяком йĕкехӳресене наркăмăшпа пĕтер.

исход

м. 1. (способ) мел, май, çăлăнăç, çул; найти исход мел туп; единственный исход пĕртен-пĕр çул; 2. (результат) вĕç, вĕçленӳ, вĕçленни; исход дела ĕç вĕçленни; счастливый исход телейлĕ вĕçленӳ (пĕр-пĕр ĕçĕн); быть на исходе пĕтсе пыр; за отсутствием иного исхода çук енне; месяц на исходе уйăх пĕтсе пырать; деньги на исходе укçа пĕтсе пырать.

к

предлог с дат. п. 1. (при обозначении направленности действия в сторону кого-чего-л.) пата, патне; енне, хĕр(ри)не, ⸗а [⸗е]; идти к станции станци патне кай; плыть к берегу çыран хĕррине иш; повернуться к окну чӳрече енне çаврăн; ходить от дома к дому килĕрен киле çӳре; письмо к товарищу юлташ патне янă çыру; обращение к молодёжи çамрăксене чĕнсе калани; он обратился ко мне вăл манран ыйтрĕ; 2. (при обозначении времени, срока) тĕлне, çĕре, валли, енне, ⸗а [⸗е]; к первому марта мартăн пĕрремĕшĕ тĕлне; к часу пĕр сехет тĕлне, пĕр сехете; к моему возвращению эпĕ таврăннă çĕре; к следующему году çитес çул валли; к утру ир енне; к пятидесятилетию со дня рождения аллă çул тултарнă тĕле; 3. (при обозначении прибавления, присоединения) çумне, çине; к двум прибавить три иккĕ çумне виççĕ хуш; 4. (при обозначении цели, мотива, побуждения) ⸗а [⸗е], ⸗ма [⸗ме]; готовиться к экзаменам экзаменсене хатĕрлен; готовиться к выступлению тухса калаçма хатĕрлен; приучить к порядку йĕркене вĕрент; 5. (при обозначении назначения) валли ⸗ма [⸗ме], ⸗малли [⸗мелли]; приказ к выступлению çула тухмалли приказ; тезисы к докладу доклад тезисĕсем, доклад тумалли тезиссем; пуговицы к пальто пальто тӳмисем; 6. (при обозначении чувства, отношения) ⸗а [⸗е]; любовь к родине тăван çĕршыва юратни; ненависть к врагу тăшмана курайманлăх; уважение к старшему аслине хисеплени; 7. (в заглавиях) пирки, патне, çумне; к вопросу о народонаселении халăх йышĕ çинчен тăракан ыйту пирки; ◇ к счастью телее; к сожалению шел пулин те; к слову сказать сăмах майĕн каласан; к примеру сказать тĕслĕхшĕн каласан; принять к сведению асра тыт; принять к исполнению пурнăçа кĕрт; лицом к лицу куçа-куçăн; плечо к плечу çума-çумăн; к тому же çитменнине тата.

кадры

мн. 1. кадрсем (пĕр-пĕр отрасльре ĕçлекенсен тĕп йышĕ); кадры учителей учительсен кадрĕсем; отдел кадров кадрсен пайĕ; 2. воен. кадр (çарăн мирлĕ вăхăтри тĕп составĕ); служить в кадрах кадрта службăра тăр.

как-нибудь

нареч. 1. (тем или иным способом) мĕнле те пулин (е пулсан), епле те пулин (е пулсан); надо как-нибудь помочь ему ăна мĕнле те пулин пулăшмалла; 2. разг. (небрежно) мĕнле килнĕ çапла, вайăн-шайăн; 3. разг. (когда-нибудь) хăçан та пулин, пĕр-пĕр; как-нибудь приеду пĕр-пĕр пырăп-ха.

какой-нибудь

мест, неопр. 1. пĕр-пĕр, мĕнле те пулин; принеси мне какую-нибудь книгу мана мĕнле те пулин кĕнеке илсе килсе пар-ха; 2. разг. (с числительными и названиями мерприблизительно, не больше) пĕр, яхăн, таран, ытла мар; пек çеç; каких-нибудь три месяца осталось виçĕ уйăх пек çеç юлчĕ; 3. разг. (не стоящий внимания) пĕр-пĕр; надень какой-нибудь старый пиджак пĕр-пĕр кивĕ пиншак тăхăнса яр.

кандидатура

ж. кандидатура (пĕр-пĕр ĕçе суйлама е кĕртме тăратнă çын); выставить чью-либо кандидатуру камăн та пулин кандидатурине тăрат.

капелька

ж. 1. пĕчĕк тумлам; 2. перен. кăшт çеç, пĕр чĕптĕм, пĕр тумлам кăна; ◇ ни капельки ним чухлĕ те, пĕр тумлам та; до последней капельки тумлам юлмиччен.

капитулировать

сов. и несов. 1. пĕр сăмахсăр парăн, капитуляци ту, капитуляциле; 2. перен. чак, хăраса ӳк, парăн; капитулировать перед трудностями йывăрлăхран хăраса ӳк.

капля

ж. 1. тумлам, пĕрчĕ; капли дождя çумăр тумламĕсем (е пĕрчисем); капли росы сывлăм пĕрчисем; 2. мед. шĕвĕ эмел; глазные капли куç эмелĕ; 3. разг. (малое количество) тумлам, пĕрчĕ, чĕптĕм, кăшт; ◇ я ни капли не испугался эпĕ кăшт та хăрамарăм; капля в море тинĕсри шыв тумламĕ пек (ытла та сахал); как две капли воды (похож) на кого-л. каснă-лартнă пĕр пек; ни капли пĕр тумлам та, пĕр чĕптĕм те, нимĕн чухлĕ те; до последней капли пĕтĕмпех, йăлтах; до последней капли крови юлашки юн тумламĕ юлмиччен; капля за каплей или капля по капле майĕпен-майĕпенех.

капнуть

сов. и однокр. что тумла, тумлат (пĕр тумлам).

картель

м. картель (пĕр йышши предприятисене пĕрлештерсе тунă монополиллĕ союз).

картофелина

ж. разг. (пĕр) çĕрулми.

катар

м. мед. катар (пĕр-пĕр органăн лăймака витĕмĕ пăсăлни); катар желудка хырăмлăх катарĕ.

катушка

ж. 1. купчашка, туплашка, пушкар (çип, пралук чĕркемелли); катушка ниток пĕр пушкар çип; 2. тех. катушка.

кафедра

ас. кафедра (1. тухса каламалли, лекци, доклад тумалли çуллĕ вырăн; 2. аслă шкулта пĕр йышши дисциплинăсене вĕрентекен преподавательсен составĕ; 3. христиан чиркĕвĕнче епископăн проповедь вуламалли çӳллĕ вырăнĕ).

квиты

мн. в знач. сказ. разг. татăлнă; они квиты вĕсем пĕр-пĕринпе татăлнă.

кипа

ж. 1. тĕрке, çыхă; кипа книг пĕр çыхă кĕнеке, кĕнеке тĕрки; 2. ком. (крупная упаковочная мера) купа; кипа хлопка çĕрмамăк купи.

клеваться

несов. 1. сăх, кас (сăхакан кайăк-кĕшĕк пирки); наседка клюётся чĕп амăш сăхать; 2. (клевать друг друга) пĕр-пĕрне сăх, туллаш, кас.

клиент

м. клиент (1. пĕр-пĕр учреждение, предприятие, магазина тата ыт. те ĕçпе çӳрекен çын; 2. кредит, суту-илӳ е промышленность организацийĕсенчен мĕн те пулин илсе тăракан çын е учреждени; 3. хăйĕн сутлашас ĕçне адвокат, защитник аллине панă çын).

клочок

м. 1. пайăрка; татăк; разорвать в клочки татăкăн-татăкăн çĕтсе тăк; клочок бумаги хут татăкĕ; 2. (небольшой участок) лаптăк, татăк; клочок земли пĕр татăк çĕр.

когда

1. нареч. вопр. хăçан; когда ты придёшь? эс хăçан килетĕн?; 2. нареч. времени (в какое время) хăçан; все это было, но только не помню когда пĕтĕмпех пулнă, анчах хăçан пулнине астумастăп; 3. нареч. определит. (с частицей «вот») хăçан; вот когда они нужны! акă хăçан кирлĕ вĕсем!; 4. нареч. неопр. прост. пĕр-пĕр, хăçан та пулин; хутран-ситрен; хăш чух, хăçан; я занимаюсь в библиотеке когда утром, когда вечером эпĕ библиотекăра хăш чух ирхине, хăш чух каçхине ĕçлетĕп; 5. нареч. относ. са [⸗се]; ⸗ас [⸗ес]; ⸗нă [⸗нĕ]; мы ждали, когда откроют магазин эпир магазин уçасса кĕтрĕмĕр; 6. союз временной (в то время как) чух, чухне, хушăра, вăхăтра, ⸗сан [⸗сен]; когда они отдыхали, мы работали вĕсем каннă чух эпир ĕçлерĕмĕр; когда дождь перестал, засияло солнце çумăр чарăнсан хĕвел пăхма пуçларĕ; 7. союз. усл. (если) пулсан, ⸗сан [⸗сен]; 8. союз изъясн. ⸗са [⸗се], ⸗не; он не любил, когда его тревожили вăл хăйне чăрмантарнине юратман; ◇ когда как хăçан мĕнле; редко когда сайра хутра, сайра пĕр чух; когда бы ещё тахçан-ха.

когда-нибудь

нареч. хăçан та пулин, пĕр-пĕр чух.

кое-какой

мест. 1. (некоторый) пĕр-пĕр, хăшпĕр; хăш-хăш; кое-какие брёвна сгнили хăшпĕр пĕренисем çĕрнĕ; 2. (какой попало, незначительный) йăпăх-япăх, темле, вăйсăр; кое-какая одежда йăпăх-япăх тумтир.

кое-куда

нареч. хăшпĕр çĕре, пĕр çĕре; мне надо ещё сходить кое-куда манăн тата хăш-пĕр çĕре кайса килмелли пур.

коза

ж. 1. качака; дикая коза хир качаки; ◇ драть (или лупить) как сидорову козу пĕр шеллемесĕр хĕне.

колесо

с. 1. кустăрма, кусатăран, урапа; 2. тех. урапа; мельничное колесо арман урапи; ◇ крутиться, как белка в колесе пĕр усăсăр айкаш; вставлять палки в колеса чăрмантар; ноги колесом клеще ура.

колодка

ж. 1. (для обуви) калăп; сапожная колодка атă калăпĕ; надеть на колодку калăпла; 2. (основа инструмента, предмета): колодка рубанка сава калăпĕ; колодка граблей тăрмавçă, кĕрепле урлашки; колодка хомута хăмăт клещи; 3. (для тормоза) сăлăп, кĕле; колодки тормозов тормоз сăлăпĕсем; 4. (орденская) колодка; 5. обычно мн. колодки уст. (оковы для арестантов) йывăç талă; 6. обл. и спец. каска вĕлле; ◇ (все) на одну колодку пурте пĕр калăпран.

колония

ж. колони (1. империализмлă патшалăх туртса илсе эксплуатацилесе пурăнакан çĕршыв; 2. пĕр-пĕр патшалăхри е вырăнти çынсем тепĕр çĕршыва е вырăна куçса ларни; 3. ют çĕршывра е хулара пурăнакан янташсен ушкăнĕ; 4. пĕр-пĕр тĕллевпе ĕçлеме, юсанма, сывалма янă çынсем пурăнакан вырăн).

команда

ж. в разн. знач. команда; подать команду команда пар; принять команду команда йышăн; команда разведчиков разведчиксен команди; пожарная команда пушар команди; футбольная команда футбол команди; ◇ как по команде пĕр харăс.

конвенция

ж. конвенци (пĕр-пĕр уйрăм ыйтупа государствăсем хушшинче тунă договор); железнодорожная конвенция чугун çул конвенцийĕ.

конец

м. 1. вĕç, вĕçĕ; пуç, пуçĕ; сесть в конце стола сĕтел пуçне (вĕçне) лар; 2. (последний момент) вĕçĕ, пĕтмĕшĕ; конец месяца уйăх вĕçĕ; к концу работы ĕç пĕтеспе; довести до конца вĕçне çитер; 3. перен. разг. (смерть) вилĕм, пĕтни; пришёл конец вилĕм çитрĕ; безвременный конец вăхăтсăр вилĕм; 4. разг. (путь между двумя пунктами) ен, хушă, вĕç; в один конец пĕр еннелле; в оба конца малалла-каялла, калла-малла; 5. мор. канат, вĕрен; ◇ без конца пĕр вĕçсĕр, вĕçĕмсĕр; до конца вĕçне çитиччен; из конца в конец вĕçрен вĕçе, пĕр вĕçĕнчен тепĕр вĕçне; один конец пурпĕр тӳсмелле; во все концы пур еннелле те; на худой конец ытах, ĕç тухмасан; в конце концов 1) тепĕр тесен; 2) юлашкинчен; нет конца вĕçĕ çук; конца краю (или края) нет вĕçĕ-хĕрри çук; (и) дело с концом, и делу конец ĕçĕ пĕттĕр, ĕçĕ те пĕтрĕ; концы в воду ним палли те юлман, йĕрри-палли çук; концов не найти вĕçне-хĕрне тупма çук; палка о двух концах туя икĕ вĕçлĕ (пулать); положить конец чему-л. чарас (е чарăнас) пулать, пĕтерес пулать; едва (или еле-еле, кое-как) сводить концы с концами аран-аран саплаштарса пурăн (çитер); свести (или сводить) концы с концами майлаштар, йĕркелесе çитер.

консул

м. консул (пĕр çĕршывăн тепĕр çĕршыври пĕр-пĕр хулара ĕçлекен дипломати представителĕ).

консультация

ж. консультаци (1. уст. специалистсем пĕр-пĕр ыйтăва сӳтсе явни; 2. специалист пĕр-пĕр ыйтупа паракан канаш е пулăшу; 3. канаш е пулăшу паракан учреждени); получить консультацию консультаци ил; юридическая консультация юрист консультацийĕ; женская консультация хĕрарăм консультацийĕ.

контингент

м. контингент (1. пĕр йышши ушкăна е категорие кĕрекен çынсен йышĕ; 2. палăртса хунă хисеп, норма).

контрагент

м. контрагент (договор тăрăх пĕр-пĕр обязательство илнĕ çын е учреждени).

контрамарка

ж. контрамарка (билет вырăнне паракан записка е пĕр-пĕр паллă).

конфетти

с. нескл. конфетти (уявсенче, балсенче пĕр-пĕрин çине сапмалли тĕрлĕ тĕслĕ хут татăкĕсем).

конфигурация

ж. конфигураци (1. япаласем пĕр-пĕринпе килĕшӳллĕн вырнаçса тăни; 2. кӳлепе, ĕлке, форма).

концентрировать

несов. 1. кого-что (в одном месте) концентрациле, пуçтар, пух (пĕр вырăна); 2. что, перен. (сосредоточивать, сосредоточить на чём-л.) тинкер, тимле; 3. что, хим. (насыщать) концентрациле, çăралат, çăралантар; 4. что, горн. концентрациле, пуянлат.

концентрический

прил.: концентрические круги пĕр центрлă çаврашкасем.

концепция

ж. концепци (1. пĕр-пĕр ыйтури шухăшсен, ăнланусен системи; 2. произведенин, сочиненин шухăшĕ).

концессия

ж. концесси (1. пĕр-пĕр правительство урăх патшалăх çыннисене промышленность предприятийĕсем лартма ирĕк пани; 2. çак майпа йĕркеленĕ предприяти).

кооптация

ж. кооптаци (пĕр-пĕр суйланă органа çĕнĕ членсене суйлавçăсенчен ыйтмасăрах кĕртни).

копеечный

прил. 1. (достоинством в одну копейку) пуслăх, пус тăракан; копеечная монета пуслăх укçа; 2. (недорогой) ниме тăман, çур пуслăх (япала); 3. перен. (мелочный) пит хытă, пĕр пусшăн çунакан (çын).

копейка

ж. 1. (денежная единица) пус; израсходовать все до последней копейки пĕр пус юлмиччен тăккаласа пĕтер; купить на десять копеек вунă пуслăх ил; 2. собир. разг. укçа-тенкĕ; беречь народную копейку халăх укçи-тенкине перекетле; ни копейки пĕр пус та; копейка в копейку тĕп-тĕрĕс, шăп та шай; за копейку уступить (или отдать) пит йӳне пар.

копия

ж. 1. копи; копия протокола протокол копийĕ; снять копию копи ӳкер; 2. разг. сăн, тĕс, пĕр пек сăнарлă; ребёнок копия отца ачи ашшĕ тĕслĕ, ачи каснă-лартнă ашшĕ.

коренной

прил. 1. (исконный, постоянный) тĕп, чăн, ĕлĕкрен-авалтан; коренные жители ĕлĕкрен-авалтан пурăнакансем (пĕр-пĕр вырăнта); 2. (существенный) тĕп; коренной вопрос тĕп ыйту; 3. в знач. сущ. коренной м. см. коренник; ◇ коренные зубы кайри (урлă) шăлсем; коренная лошадь тĕпри лаша; коренным образом тĕпрен.

коридорный

прил. 1. коридор ⸗ĕ [⸗и], коридорти; 2. в знач. сущ. коридорный м., коридорная ж. коридорçă (гостиницăра номерсене пăхса тасатса тăракан çын); ◇ коридорная система коридор системи (пӳлĕмсен алăкĕсем пурте пĕр коридора тухакан çурт).

короб

м. 1. кунтă, кирпет, ырçă, хуп арча, пурак; 2. (кузов экипажа) кăрман; çатан; 3. в знач. нареч. коробом разг. каркаланса, карăнса (тумтир çинчен); ◇ целый короб новостей пĕр карман (е пĕр лав) çĕнĕ хыпар; с три короба наговорить пит нумай каласа тултар.

король

м. король (1. феодаллă е бурждаллă çĕршывсенчи монарх титулĕ; 2. карт вăййинчи тузран кĕçĕнрех карт; 3. шахмат ваййинчи тĕп фигура; 4. перен. промышленноçăн пĕр-пĕр отраслĕнчи е суту-илӳри монополист).

корреспондент

м. корреспондент (1. хаçата, радиона материалсем ярса тăракан çын; 2. пĕр-пĕр çынна пĕрмаях е нумайранпа çыру çӳретекен çын); специальный корреспондент ятарлă корреспондент.

корреспонденция

ж. корреспонденци (уйрăм çынсем е учрежденисем почта урлă пĕр-пĕринпе çыру çӳретни; 2. почтăпа яракан çырусем; 3. хаçат-журнала вырăнти корреспондентсем янă хыпарсем).

край

м. 1. хĕрри; край стола сĕтел хĕрри; налить до краев хĕррипе тан яр (е тултар); 2. (страна, местность) вырăн, кĕтес, çĕршыв; родной край тăван кĕтес; 3. (административно-территориальная единица) край; ◇ край света тĕнче хĕрри; слышать краем уха кăшт илтсе юл; через край тулса тăкăнса тăр, иксĕлми нумай; непочатый край шучĕ те çук; из края в край, от края и до края енчен енне, пĕр хĕрринчен тепĕр хĕрне; на край света тĕнче хĕррине; конца краю нет вĕçĕ-хĕрри çук; хватить (или перехватить) через край ытлашширех кала (е мĕн те пулин ту); в наших краях пирĕн енче.

кредит

м. кредит (1. тавар е укçа кĕтмелле пани; 2. суту-илӳре шанни, шанăç, шанчăк; 3. только мн. кредиты фин. пĕр-пĕр тĕллевпе расходлама уйăрса панă укçа-тенкĕ сумми).

кровинка

ж. разг. юн тумламĕ (е пĕрчи); ◇ ни кровинки в лице питĕнче пĕр юн пĕрчи те çук.

кровля

ж. 1. (крыша) çи, тăрă, витĕ (çурт-йĕрĕн); 2. уст. (жилище, приют) çурт-йĕр, хӳтлĕх, ăшă кĕтес; под одной кровлей пĕр çуртра (пурăн).

кровный

прил. 1. (родной по крови) пĕр тăван, пĕр тăхăмлă, хурăнташ; кровный брат пĕр тăван пичче (е пиччĕшĕ, шăллăм, шăллĕ); 2. перен. (насущный) питĕ кирлĕ, питĕ çывăх, чун патĕнчи; кровное дело питĕ кирлĕ ĕç; 3. перен. (прочный, неразрывный) çывăх, тачă; кровная связь тачă çыхăну; 4. (породистыйо лошади) ăратлă, таса йăхлă (лаша); кровный враг чи усал (е хаяр) тăшман; кровная месть юнлă тавăру; кровная обида йывăр (е чуна тивекен) кӳренӳ.

кроха

ж. тĕпренчĕк, пĕрчĕ, турам; у меня с утра ни крохи во рту не было эпĕ иртенпех ăша пĕр тĕпренчĕк те яман.

крошка

ж. 1. тĕпренчĕк, пĕрчĕк, ванчăк; 2. м. и ж. разг. пукане, пепке; 3. в внач. нареч. крошку разг. кăшт, кăшт та пулин, пĕр чĕптĕм те пулин; ◇ ни крошки пĕр тĕпренчĕк те.

круглосуточный

прил. пĕр талăклăх, талăка пыракан; круглосуточное дежурство талăклăх дежурство.

круговой

прил. тавра, йĕри-тавра, çавра; ◇ круговая дорога тавра çул; круговой ковш, круговая чаша тавра курка; круговая порука 1) (коллективная ответственность) йышра пурте пĕр-пĕриншĕн ответлă пулни; 2) (взаимная выручка) пĕрне-пĕри хӳтĕлени.

кружка

ж. курка, кружка; кружка пива пĕр кружка сăра.

крупица

ж. 1. см. крупинка 2; 2. (минимальное количество): ни крупицы правды пĕр пĕрчĕ тĕрĕслĕх те çук.

крыша

ж. 1. витĕ, тăрă, çи, çивитти; 2. (дом, жилище) çурт, çурт-йĕр; под одной крышей пĕр çуртра.

кряду

нареч. разг. умлă-хыçлă, пĕр харăс, йĕркипе, пĕр вĕçĕмрен; два года кряду умлă-хыçлă икĕ çул.

купон

м. купон (1. хаклă хутсен процент-тупăш илме чĕрсе юлмалли талонĕ; 2. уст. театрти ложăра пĕр вырăн илнине кăтартакан билет; 3. костюмлăх е пальтолăх каснă матери тăрăхĕ).

купюра

ж. фин. купюра (пĕр-пĕр заёмăн е хаклă хутăн уйрăм облигацийĕ).

курсировать

несов. çӳре (пĕр маршрутпа); между Горьким и Чебоксарами курсируют автобусы Горькипе Шупашкар хушшинче автобуссем çӳреççĕ.

куча

ж. 1. купа; кăшăл (зерна); куча хвороста çатрака купи; куча пшеницы тулă кăшăлĕ; 2. (беспорядочное скопление людей, животных) ушкăн; люди и кони смешались в одну кучу çынсемпе лашасем пĕрле хутшăнса кайнă; 3. разг. (множество) пĕр купа, пĕр лав; пĕр кĕтӳ, туллиех; куча дел пĕр купа ĕç; куча людей пĕр кĕтӳ халăх; ◇ валить все в одну кучу см. валить.

кучный

прил. йышлă, çăра, тачă, йăвă; кучная стрельба пĕр тĕле тивретни (пульăсене).

ладить

несов. 1. с кем-чем килĕштер, килĕштерсе пурăн; они не ладят друг с другом вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштермеççĕ; 2. что, прост. (изготовлять, строить) ту, майлаштар; ладить капканы капкăнсем майлаштар; 3. что, прост. (приводить в порядок) йĕркеле, юса, хатĕрле; ладить сани çуна юса.

лгать

несов. суй, ултала, суеçтер; лжёт и не краснеет пĕр вăтанмасăр суять.

легенда

ж. 1. (предание) легенда (пĕр-пĕр çын е историллĕ событи çинчен халăх хушшинче çӳрекен халап); 2. (вымысел) легенда, сăмах-юмах; о нём рассказывают легенды ун пирки тĕрлĕ сăмах-юмах çӳрет.

лёгкий

прил. 1. çăмăл; лёгкая ноша çăмăл çĕклем; 2. (мало греющий) çӳхе: лёгкое пальто çӳхе пальто; 3. (нетрудный) ансат, çăмăл; лёгкая задача çăмăл задача; 4. (незначительный, слабый) çăмăл, йăваш; лёгкое наказание çăмăл наказани; лёгкий ветерок йăваш çил; 5. (поверхностный, легкомысленный) çăмăл, çăмăлттайла; лёгкие нравы çăмăлттайла йăласем; 6. (уживчивый) уçă, килĕшӳллĕ, килĕштерекен; лёгкий характер уçă кăмăл; 7. (ловкий, изящный о движениях и т. п.) çăмăл, илĕртӳллĕ; ◇ лёгкая артиллерия çăмăл артиллери; лёгкая атлетика çăмăл атлетика; лёгкая индустрия çăмăл индустри; лёгкая кавалерия çăмăл кавалери; лёгкая рука у кого-л. алли çăмăл; лёгкая пища çăмăл апат; лёгок на помине сăмах тĕлнех çитнĕ çын; с лёгким паром! ăшши сиплĕ пултăр! (мунча кĕрсе тухнă çынна сывлăх сунни); с лёгким сердцем ним шухăшламасăр, пĕр хăрамасăр.

лексика

ж. лексика (чĕлхери мĕнпур сăмах йышĕ; пĕр-пĕр писателĕн произведенийĕнчи пĕтĕм сăмах йышĕ).

лёт

м. вĕçни, вĕçев; на лету вĕçсе пынă чух; хватать на лету хăвăрт ăнланса ил, каланине пĕр сăмахранах ăнлан.

лета

мн. çул, çулсем; несколько лет тому назад темиçе çул каялла; одних лет пĕр çулхисем; средних лет вăтам çулхи; ◇ в летах чылай çулхи; нумай пурăннă; на склоне лет ватăлмалăх кунсенче; во цвете лет çамрăк вăхăтра; по молодости лет çамрăк пирки.

летаргия

ж. мед. летарги (вилнĕ пек нумайччен çывăрни, пĕр туйăмсăр нумайччен выртни).

лигатура

ж. лигатура (1. хим. ылтăн е кĕмĕл çумне хутăштаракан металлпăхăр е тăхлан; 2. мед. операци вăхăтĕнче юн тымарĕсене çыхмалли пурçăн çип; 3. полигр. икĕ е темиçе саспаллине пĕр паллăпа кăтартни).

лидер

м. лидер (1. полит. политикăллă партие е профсоюза ертсе пыракан; 2. спорт. пĕр-пĕр ăмăртура чи малта пыракан).

линейка

ж. 1. тӳрĕ йĕр; тетрадь в две линейки икĕ тӳрĕ йĕрлĕ тетрадь; 2. линейка; чертить по линейке линейкăпа ĕçле; логарифмическая линейка логарифм линейки; 3. (строй в одну линию) линейка; выстроиться в линейку пĕр йĕркене тăрса тух.

лицо

с. 1. пит, пит-куç, сăн; черты лица пит-куç паллисем; приятное лицо илемлĕ пит-куç; 2. (человек) çын; историческое лицо историри çын; официальное лицо официаллă çын; 3. (лицевая сторона) пиччĕн енĕ; 4. грам. сăпат; первое лицо глагола глаголăн пĕрремĕш сăпачĕ; в лицо говорить куçран кала, куç умĕнче кала; от лица кого-л. кам ячĕпе; перед лицом кого-чего-л. 1) çын умĕнче; 2) пур çинчех; это вам к лицу ку сире килĕшет; показать товар лицом япалана лайăх енчен кăтарт; не взирая на лица камне пăхмасăр; лицом в грязь не ударить намăс курас мар; лицом к лицу куçа-куçăн; знать в лицо сăнран пĕл (е палла); на нём лица нет хăранипе (е хуйхăрнипе) вăл сăнран улшăннă, шуралса кайнă; на одно лицо пĕр пек, пĕр сăнарлă.

лишь

1. частица анчах, çех, çеç, кăна; почта пришла лишь сегодня почта паян çеç килчĕ; у меня лишь одна забота манăн пĕр ĕç (е хуйхă) кăна; 2. союз (как только) кăна, çеç, ⸗ах [⸗ех]; лишь только солнце взошло, мы отправились в путь эпир хĕвел тухнă-тухманах çула тухрăмăр.

ложка

ж. кашăк; чайная ложка чей кашăкĕ; серебряная ложка кĕмĕл кашăк; разливательная ложка çăпала; ◇ ложка дёгтя в бочке мёда погов. пыл пички çине пĕр кашăк тикĕт (ырă ĕçе, япалана пĕр усал сăмахпах пăсни çинчен); через час по чайной ложке погов. питĕ хуллен, вăраххăн, аран-аран.

локализация

ж. локализаци (пĕр вырăнта пулни; мĕне те пулин сарăлма паманни); локализация пожара пушара сарăлма паманни.

локализовать

сов. и несов. что локализациле (пĕр вырăна пух, сарăлма ан пар).

локальный

прил. вырăнти (пĕр-пĕр вырăнпа çеç çыхăнса тăракан).

локоть

м. 1. чавса; ниже локтя чавсаран аяларах; работать локтями чавсасемпе ĕçле; 2. уст. (мера длины) чике; ◇ близок локоть, да не укусишь посл. чавса çывăх та, çыртма çук; чувство локтя юлташлăх туйăмĕ, пĕр-пĕрне пулăшни.

любитель

м. 1. юратакан; любитель музыки музыкăна юратакан; 2. (не профессионал) кăмăл туртнипе ĕçлекен çын, пĕр-пĕр ĕçĕ юратакан çын; рыболов-любитель пулла çӳреме юратакан.

магазин

м. 1. магазин; продовольственный магазин апат-çимĕç магазинĕ; магазин самообслуживания продавецсăр магазин; магазин-школа шкул магазин; 2. тех. магазин (аппаратăн, приборăн пĕр йышши пайĕсене вырнаçтармалли вырăн); магазин фотоаппарата фотоаппарат магазинĕ; магазин ружья пăшал магазинĕ; 3. пчел. магазин (вĕллен); улей с магазином магазинлă вĕлле.

макет

м. макет (1. пĕр-пĕр япалан тĕслĕх кӳлепи; 2. полигр. хаçат е кĕнеке страницине калăпламалли план).

мандат

м. мандат (1. пĕр-пĕр ĕç тума право паракан документ; 2. полит. перремĕш тĕнче вăрçи хыççăн Нацисен Лиги çĕнтерӳçĕ çĕршывсене тăшман колонийĕсене тытса тăма панă право).

мания

ж. 1. мани (ăстăн чирĕ, пĕр-пĕр суя шухăш пуçпулса тăни); мания величия харпăр хăйне пĕр-пĕр аслă çын вырăнне хуни; 2. перен. ăссăрла вăйлă туртăм, чун туртни.

маньяк

м. маньяк (пĕр-пĕр шухăшпа ăсран тухакан çын).

мараться

несов. разг. 1. варалан, хурал, пылчăклан, тасамарлан; белое платье быстро марается шурă кĕпе часах вараланать; 2. перен. варалан, çыхлан (пĕр-пĕр киревсĕр ĕçе); не стоит мараться вараланас мар.

массив

м. массив (1. сăртлă-туллă районăн чи çӳллĕ тĕп пайĕ; 2. пĕр евĕр пысăк талккăш, сăм. вăрманлăх, шурлăх, сухаланă çĕр).

массированный

прил. воен. пĕр çĕре чăмăртанă; пысăк вăйпа тунă; массированный удар войск çарсем пысăк вăйпа пырса çапни.

массировать

сов. и несов. что, воен. каплантар, чăмăрта (пĕр çĕре).

масть

ж. 1. тĕс (лашан); лошадь гнедой масти тур лаша; 2. карт. масть, карт тĕсĕ; ◇ одной масти, под одну масть пĕр евĕр, пĕрешкел; всех мастей пур тĕрлĕ; в масть, под масть майлă, юрăхлă; не в масть, не под масть мая килмест, юрăхсăр.

масштаб

м. 1. масштаб (картта çинчипе чăннин шайлашу виçи); масштаб 5 км в сантиметре масштаб — пĕр сантиметрта 5 км; 2.перен. пĕлтерĕш, пысăкăш, масштаб; учёный мирового масштаба тĕнчипе паллă учёнăй.

машинка

ж. машинка (1. çӳç касмалли хатĕр; 2. пĕр-пĕр ĕç тумалли хатĕр); ◇ пишущая машинка пичетлекен машинка.

мгновение

с. самант; в одно мгновение пĕр самантра; в мгновение ока куç хупса иличчен.

медлить

несов. хуллен (е васкамасăр) ту, вăраха яр; не медля ни минуты пĕр минут та вăраха ямасăр

междоусобие

с., междоусобица ж. хирĕçӳ, тавлашу, вăрçă (пĕр патшалăхри тĕрлĕ ушкăнсем хушшинче).

между

предлог с те., род. п. хушшинче; между деревней и лесом ялпа вăрман хушшинче; между двенадцатью и часом вуниккĕпе пĕр сехет хушшинче; договориться между собой пĕр-пĕринпе калаçса татăл; между ними нет ничего общего вĕсем хушшинче пĕрешкелли нимĕн те çук; ◇ между делом ерçнĕ хушăра; между двух огней икĕ вут хушшинче; между нами говоря вводн. сл. хамăр хушăра каласан; между прочим 1) ытахальтен, çула май; 2) сăмахран, сăмах май (каласан); между тем çав хушăра (е вăхăтра); читать между строк çырманнине те чухла.

мера

ж. 1. виçе; мера длины вăрăмăш виçи; 2. (предел) виçе, чикĕ, карт; знать меру виçине пĕл; 3. хисеп, виçе; мера вины мĕн тери айăплă пулни; 4. (мероприятие) мера; принять меры мера йышăн; 5. уст. пăтавкка; мера овса пĕр пăтавкка сĕлĕ; ◇ без меры виçесĕр, шутсăр; в меру виçеллĕ, шăпах, чух кăна; не в меру, сверх меры, через меру ытлашши; ни в коей мере кăшт та; по крайней мере см. крайний; по меньшей мере см. меньший; по мере сил см. сила.

мериться

несов. чем, с кем-чем виçсе (е танлаштарса) пăх, шайлаш; мериться силами друг с другом пĕр-пĕрин вăйĕсене виç.

мерка

ж. 1. (размер) виçĕ, калăп; сшить по мерке виçепе (е виçсе) çĕле; 2. уст. (единица ёмкости) пăтавкка; мерка картофеля пĕр пăтавкка çĕрулми.

мерный

прил. 1. пĕр виçеллĕ, тикĕс, пĕр пек; идти мерными шагами пĕр пек утăмласа пыр; 2. виçе ⸗ĕ [⸗и], виçмелли; мерная цепь виçе сăнчăрĕ.

мертво

нареч. в знач. сказ. безл.: на улицах было мертво урамсенче пĕр чун та пулман.

мёртвый

прил. 1. вил(ĕ), вилнĕ; 2. перен. чунсăр, пушă; мёртвая пустыня чунсăр пушхир; 3. (безмолвный) шăп, (пĕр) сас-чĕвĕсĕр; мёртвый лес пĕр сас-чĕвĕсĕр вăрман; 4. (засохший) хăрăк, типĕ; мёртвые деревья хăрăк йывăçсем; 5. перен. разг. (бесполезный) усăсăр, найтасăр; мёртвое дело усăсăр ĕç; ◇ мёртвая зыбь çилсĕр хум (тинĕсре); мёртвый капитал эк. тупăш паман капитал; мёртвая природа чĕрĕ мар çутçанталăк; мёртвая тишина тулли шăплăх; мёртвый час кану сехечĕ (апат хыççăнхи); мёртвая хватка çатăрласа çыртни; мёртвый язык лингв. виле чĕлхе (хут çинче кăна сыхланса юлни); мёртвый узел вил тĕвĕ; спать мёртвым сном вилнĕ пек çывăр.

местный

прил. 1. вырăнти; местное население вырăнти халăх; местное время вырăнти вăхăт; местные говоры вырăнти калаçусем; 2. (частичный) пĕр тĕлти, уйрăм вырăнти; местное воспаление пĕр тĕлте шыçни; местный наркоз уйрăм вырăна наркоз пани; ◇ местный падеж грам. вырăн падежĕ.

месячный

прил. уйăх ⸗ĕ [⸗и]; уйăхри, (пĕр) уйăхлăх, уйăх тăршшĕ; месячный телёнок уйăхри пару; месячный отпуск пĕр уйăхлăх отпуск; месячный перерыв уйăх тăршшĕ перерыв.

метаморфоз

м., метаморфоза ж. метаморфоза (япала пĕр формăран тепĕр формăна куçни).

методика

ж. методика (пĕр-пĕр ĕçе тумалли меслетсен е правилăсен системи); методика преподавания арифметики арифметика вĕрентмелли методика.

метонимия

ж. лит. метоними (пĕр сăмах вырăнне пĕлтерешĕпе çыхăннă тепĕр сăмахпа усă курни, сам. «укçа» вырăнне «кĕсъе»).

механизм

м. механизм (1. тех. машинăн е приборăн ĕçлеттерекен шалти пайĕсем; 2. перен. пĕр-пĕр ĕçĕн е явлении шалти тытăмĕ е ăшчикĕ).

мешкать

несов. разг. 1. (медлить) йăралан, чакалан, мĕшĕлтет, мăштăртат; 2. (задерживаться) вăраха яр, тытăнса тăр, вăхăт ирттер; выезжайте не мешкая пĕр тăхтамасăр çула тухса кайăр.

мешок

м. 1. михĕ; мешок муки пĕр михĕ çăнăх; 2. воен. михĕ, тапă (çарсене çавăрса илни); ◇ вещевой мешок кутамкка; висеть мешком усăнса тăр, шалпар пул (тумтир); спальный мешок çывăрмалли михĕ; у него мешки под глазами унăн куç айĕсем шыçăннă.

миг

м. самант; в один миг пĕр самантра, куç хупса иличчен.

миллиметровый

прил. миллиметр ⸗ĕ [⸗и], миллиметрлă; миллиметровая линейка миллиметрлă линейка; миллиметровая бумага миллиметрлă хут; лист миллиметровой толщины пĕр миллиметр хулăнăш листа.

минутный

прил. 1. минут ⸗ĕ [⸗и]; минут кăтартакан; минутная стрелка часов сехетĕн минут йĕппи; 2. минутлăх, минут тăршшĕ; минутный перерыв пĕр минутлăх перерыв; 3. (кратковременный) самантлăх, кĕске вăхăтлăх; минутная встреча кĕске тĕлпулу; минутное дело минутлăх ĕç.

миссия

ж. 1. (поручение) хушнă ĕç, ответлă ĕç, тĕллев, тивĕç, мисси; мы прибыли к вам с миссией дружбы эпир сирĕн пата туслă тĕллевпе килтĕмĕр; 2. (высокая роль) мисси, пӳрни, шăпа хуни; революционная миссия пролетариата пролетариата пӳрнĕ революциллĕ мисси; 3. дип. мисси (посланник ертсе пыракан дипломати представительстви); 4. дип. мисси (пĕр-пĕр ыйтупа янă государство делегацийĕ); военная миссия çар миссийĕ; торговая миссия суту-илӳ миссийĕ; 5. (миссионерская организация) мисси (тĕн саракан организаци).

многобрачие

с. многобрачи, темиçе ар-арăмлăх (пĕр вăхăтрах темиçе арăмпа е упăшкапа пурăнни).

мобилизация

ж. мобилизаци (1. хĕçпăшаллă вăйсене çапăçăва тухма хатĕрлени; 2. запасри çынсене çар службине чĕнсе илни; 3. халăха пĕр-пĕр ĕçе анлăн явăçтарни).

молочный

прил. 1. сĕт ⸗ĕ [⸗и]; молочные железы сĕт парĕсем; 2. (приготовленный из молока) сĕтлĕ, сĕт ⸗ĕ [⸗и]; молочный суп сĕт яшки; молочная каша сĕтлĕ пăтă; 3. (питающийся молоком) ĕмекен, сĕтпе пурăнакан, сĕт ⸗ĕ [⸗и]; молочный телёнок сĕт пăрушĕ; 4. (дающий много молока) сĕтлĕ, сĕт нумай паракан; молочная корова сĕтлĕ ĕне; 5. в знач. сущ. молочная ж. сĕт магазинĕ; 6. в знач. сущ. молочное с. (кушанье) сĕт апачĕ; 7. (белый) шурă, сĕт пек; молочное стекло шурă кĕленче; 8. хим. (добываемый из молока) сĕт ⸗ĕ [⸗и]; молочная кислота сĕт кислоти; ◇ молочные зубы сĕт шăлĕсем; молочный брат (старший) сĕтрен тăван пичче; (младший) сĕтрен тăван шăллăм (пĕр хĕрарăм ĕмĕртсе ӳстернĕ тăван мар арçынсем); молочная сестра (старшая) сĕтрен тăван акка; (младшая) сĕтрен тăван йăмăк (пĕр хĕрарăм ĕмĕртсе устернĕ тăван мар хĕрарăмсем).

монархия

ж. монархи (влаçа пĕр çын тытса тăракан государство).

моногамия

ж. моногами, пĕр ар-арăмлăх (пĕр арăмпа е упăшкапа пурăнни).

моногамный

прил. моногамиллĕ, пĕр арлă-арăмлă.

монография

ж. монографи (пĕр уйрăм ыйтупа çырнă тĕпчев ĕçĕ).

монокультура

ж. с.. монокультура (1. пĕр лаптăк çинче çултан-çул пĕр культура акса туни; 2. çĕршыври ялхуçалăхĕ пĕр культурăна акса тума специализациленни).

монолит

м. монолит (1. пысăк чул; 2. пĕр чултан касса кăларнă статуя е колонна).

монолитный

прил. 1. монолит, пĕр чултан тунă; 2. перен. пĕрлĕхлĕ, çирĕп.

моноплан

м. моноплан (пĕр мăшăр çунатлă самолёт).

монополия

ж. 1. монополи (пĕр-пĕр продукци туса кăларма, сутма пĕр çынна е организацие çеç панă право); государственная монополия государство монополийĕ; монополия внешней торговли тулашри суту-илӳ монополийĕ; 2. эк. монополи (капитализмлă пĕрлешӳ); финансовые монополии финанс монополийĕсем.

монотеизм

м. филос. монотеизм (пĕр турра çеç ĕненни).

монотонный

прил. 1. пĕр сасăллă, шав пĕр пек сасăпа, шав пĕр пек (янракан); монотонное пение пĕр сасăллăн юрлани; 2. перен. пĕр евĕрлĕ, пĕр тĕрлĕ, улшăнми; йăлăхтармăш, кичем; монотонная жизнь пĕр евĕр кичем пурнăç.

монтаж

м. монтаж (1. тех. пайсенчен пухса машина е çурт туни; 2. уйрăм татăксене пĕрлештерсе пĕр произведенифильм, картина е ыт. туни).

моток

м. çăмха, хутăр; моток ниток пĕр çăмха çип.

мысль

ж. 1. (мышление) шухăшлани, шухăшлав; 2. (продукт мышления) шухăш, идея; мелькнула мысль шухăш килсе кĕчĕ; блестящая мысль пит аван шухăш; основная мысль статьи статьян тĕп шухăшĕ; погрузиться в мысли шухăша пут; 3. мн. мысли (убеждения) шухăш-кăмăл, шухăш; я одних мыслей с вами эпĕ сирĕнпе пĕр шухăш-кăмăллă; ◇ задняя мысль см. задний.

на

предлог. с вин. п. (на вопрос «куда?») ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не], çине; ⸗алла [⸗елле]; выйти на улицу урама тух; идти на службу ĕçе кай; сесть на стул пукан çине лар; двигаться на юг кăнтăралла куç; 2. с вин. п. (при обозначении срока) ⸗лăх [⸗лĕх], ⸗а [⸗е]; ⸗на [⸗не]; взять книгу на два дня кĕнекене икĕ кунлăх ил; перенести заседание на завтра ларăва ырана куçар; 3. с вин. п. (при определении денежной суммы) ⸗лăх [⸗лĕх]; купить на десять рублей вунă тенкĕлĕх туян; 4. с вин. п. (при обозначении цели, назначения) ⸗лăх [⸗лĕх]; материал на пальто пальтолăх материал; комната на два человека икĕ çынлăх пӳлĕм; подарить на память асăнмалăх парнеле; 5. с вин. п. (при делении, умножении) ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не]; çине; разделить на три виçсе пайла; помножить пять на три пиллĕке виççĕ çине (е виçсе) хутла; разделить арбуз на две части арбуза икĕ пая уйăр; 6. с вин. п. (при обозначении об раза действия) ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле], ⸗палан [⸗пелен]; учиться на пятёрки пиллĕксемпе вĕренсе пыр; 7. с вин. п. (при глаголе «переводить») ⸗ла [⸗ле]; перевести книгу на чувашский язык кĕнекене чăвашла куçар; 8. с вин. п. (при обозначении количественных отношений): на пять лет моложе пилĕк çул кĕçĕнрех; пройти на десять шагов вперёд вунă утăм маларах ирт; 9. с предл. п. (на вопрос «где?») ⸗ра [⸗ре], ⸗та [⸗те], ⸗че, çинче; на улице урамра; на Кавказе Кавказра; на столе сĕтел çинче; лежать на солнце хĕвел çинче вырт; 10. с предл. п. (при обозначении средств передвижения) ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле], ⸗палан [⸗пелен]; плыть на пароходе пăрахутпа кай; 11. с предл. п. (при посредстве) ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле], ⸗палан [⸗пелен]; жарить на масле çупа ăшала; двигатель работает на нефти двигатель нефтьпе ĕçлет; 12. с предл. п. (при обозначении устройства, свойства, состояния) ⸗лă [⸗лĕ]; вагон на рессорах рессорлă вагон; 13. с предл. п. (при глаголах «читать», «писать», «говорить» и т. п.) ⸗ла [⸗ле], ⸗па [⸗пе], ⸗пала [⸗пеле]; говорить на русском языке вырăсла калаç; 14. с предл. п. (при глаголе «играть»): играть на рояле рояль кала; играть на скрипке сĕрме купăс кала; 15. с вин. и предл. п. (на вопрос «когда?») ⸗а [⸗е], ⸗на [⸗не], ⸗ра [⸗ре], ⸗та [⸗те], ⸗че; на другой день тепĕр кунне; на той неделе тепĕр эрнинче; ◇ глух на одно ухо пĕр хăлхи илтмест; испытывать на прочность çирĕплĕхе тĕрĕсле; мастер на все руки пур ĕçе те ăста, тума пĕлмен ĕç çук; на бегу 1) (во время бега) чупса пынă чух, чупса пыруçăн; 2) (торопливо, наспех) васкаса, васкавлан, йăпăрт-япăрт; на безрыбье и рак рыба см. безрыбье; на лету 1) вĕçӳçĕн, вĕçсе пынă чух; 2) (быстро, легко) хăвăрт, çăмăллăн; на людях çын çинче; на моих глазах куçăм умĕнчех; на мой взгляд ман шухăшпа, ман шутпа; на свежую голову пуç ывăнман чух; нечист на руку алли кукăр, алли тӳрĕ мар.

наверняка

нареч. 1. (несомненно; обязательно) чăнах та, чăн-чăнах, чăнласах; он придёт наверняка вăл чăнах килет; 2. (безошибочно) иккĕленсе тăмасăрах, пĕр шиксĕр (е иккĕленмесĕр), шанчăклăн; действовать наверняка пĕр шиксĕр туса пыр.

наворотить

сов. что, чего, разг. 1. (наложить в беспорядке) йăвантарса (е купаласа) тултар; 2. перен. купаласа тултар, темĕн те пĕр каласа (е çырса) тултар.

наглухо

нареч. тачă, çăт, пĕр шăтăк хăвармасăр; забить дверь наглухо алăка тачă çапса ларт; ◇ наглухо застегнуться пур тӳмесене те тӳмеле.

назад

нареч. 1. (в обратном направлении) кая, хыçала, каялла, кутан; смотреть назад хыçала пăх; сделать шаг назад каялла пĕр утăм ту; попятиться назад кутăн чак; 2. (обратно) каялла; взять назад свои слова ху сăмахусене каялла ил; 3. (раньше) каялла, каярах, ĕлĕкрех; год назад пĕр çул каялла; десять лет тому назад вунă çул ĕлĕкрех.

найти

сов. 1. кого-что. (отыскать) туп, шыраса уп, тупса пар; найти нефть нефть туп; 2. (открыть путём умозаключений) шухăшласа туп, шутласа кăлар; найтиквадратный корень квадратлă корене шутласа кăлар; ◇ найти себе могилу хăвна валли вилĕм туп, вил; найти общий язык пĕр чĕлхеллĕ пул.

накануне

нареч. пĕр кун малтан, ыран тенĕ чух, (умĕнхи) каç; накануне он был здоров пĕр кун малтан вăл сывăччĕ; 2. предлог с род. п. умĕн, пуçланас умĕн; накануне Нового года Çĕнĕ çул каç; накануне праздника яв умĕн.

наквасить

сов. что, чего йӳçĕтсе хур (е тултар, хатĕрле); наквасить бочку капусты пĕр пичке купăста йӳçĕтсе хур.

наконец

1. нареч. (в конце концов) юлашкинчен, чи кайран, тинех; он догадался наконец вăл тинех чухласа илчĕ; 2. вводн. сл. юлашкинчен; пĕр (е тепĕр) тесен; почему, наконец нельзя спросить у товарищей? пĕр тесен, мĕншĕн-ха юлташсенчен ыйтас мар?

накопать

сов. 1. что, чего. (извлечь из земли) кăлар, кăларса тултар; накопать мешок картофеля пĕр михĕ çĕрулми кăлар; 2. (нарыть) чавса (е алтса) тултар; накопать ям шăтăксем чавса тултар.

накосить

сов. что, чего çул, çулса хур (е тултар, хатĕрле); накосить стог сена пĕр капан утă çул.

наладить

сов. 1. что. (привести в порядок) йĕркеле, йĕркелесе яр, йĕркене кĕрт, майлаштар, мая (е май) килтер; наладить станок станокă йĕркене кĕрт; 2. (организовать) йĕркеле, йĕркелесе яр, ăнтарса яр; наладить производство машин машинăсем тăваç ĕçе йĕркелесе яр; 3. разг. (настроить) ĕнер; наладить мандолину мандолина ĕнер; 4. также без доп., прост. (начать твердить одно и то же) пĕрмай пĕр сăмаха пер.

намести

сов. 1. что, чего. шăлса пуçтар (е пух); намести кучу мусора пĕр купа çӳпĕ шăлса пух; 2. обычно безл. хывса тултар, вĕçтерсе купала, хĕвсе ларт; ветром намело снегу çил юр хывса тултарнă.

намолоть

сов. что, чего авăрт, авăртса ил; намолоть мешок муки пĕр михĕ çăнăх авăртса ил.

наперебой

нареч. ăмăртса, пĕр-пĕрне пӳлсе, пĕр-пĕринчен иртсе; они рассказывали наперебой вĕсем пĕр-пĕрне пӳлсе каласа пачĕç.

наперечёт

1. нареч. (целиком, без исключения) пĕтĕмпех, йăлтах, пурне те, пĕр сиктерсе хăвармасăр; он знал всех наперечёт вăл пурне те пĕлне; 2. в знач. сказ, (в ограниченном количестве) сахал, сайра, нумай мар, кăшт-кашт çеç; такие специалисты, как он, наперечёт ун йышши специалистсем сахал.

направить

сов. 1. что (дать направление) яр, тыт (пĕр-пĕр çулпа, йĕрпе); тĕллеттерсе (е кăтартса) яр; тĕлле; направить лодку к берегу кимме çыран еннелле тыт; направить лучи прожектора прожектор çути яр; направить оружие на кого-л. пăшалпа тĕлле; 2. кого (послать) яр, кайма сĕн (е хуш); направить больного к врачу чирлĕ çынна врач патне яр; 3. что (адресовать) яр, ярса пар; направить заявление в профком заявление профкома яр; 4. кого, уст. (научить, наставить) вĕрент, тăна кĕрт, кăтарт; направить на путь истинный тĕрĕс çул кăтарт; 5. что, разг. (отточить) çивĕчлет, тӳрлет; направить бритву бритвăна çивĕчлет; 6. что (наладить) юса, майлаштар, йĕркеле; направить работу ĕçе йĕркеле; ◇ направить путь (или шаги, стопы) кай, çул тыт.

напролёт

нареч. разг. тăршшĕпех, пĕр чарăнмасăр (е канмасăр); работать всю ночь напролёт çĕрĕпех ĕçле.

напролом

нареч. разг. çирĕппĕн, пĕр пăрăнмасăр, тӳррĕмĕн; идти напролом питĕ хăюллă ту (е ĕçле).

наравне

нареч. 1. (на одной линии) пĕр тан (е шай); автомобиль шёл наравне с поездом автомобиль поездпа пĕр тан пынă; 2. (одинаково) пĕр пек, пĕрешкел, (пĕр) тан; старик работал наравне с молодыми старик çамрăксемпе тан ĕçлерĕ.

нарыть

сов. 1. что, чего. чавса пĕтер (е тултар); нарыть канав канавсем чавса тултар; 2. (роя, извлечь) чавса кăлар; нарыть мешок картофеля пĕр михĕ çĕрулми кăлар.

наряду

нареч. 1. (наравне) пĕр тан, пĕр пек, пĕрешкел; женщины работали наряду с мужчинами хĕрарăмсем арçынсемпе пĕр тан ĕçленĕ; 2. ⸗па [⸗пе] пĕрлех, пĕр вăхăтрах; наряду с этим кунпа пĕрлех.

наследник

м. 1. тĕпчĕк, тĕпри (пурлăха йышăннă çын); 2. перен. наследник (пĕр-пĕр çын ĕçне малалла туса пыракан).

насолить

сов. 1. что, чего тăварла; насолить кадку огурцов пĕр катка хăяр тăварла; 2. что, разг. (сильно посолить) тăвар сап, тăварлантар (ытлашши); насолить суп яшкана тăварлантарса яр; 3. кому и без доп., перен. разг. тарăхтар, кӳрентер, усал ту.

насосать

сов. 1. что, чего. (высосать) ĕм, ĕмсе ил, ĕмсе тултар; 2. (наполнить) уçласа тултар; насосать бочку керосина пĕр пичке краççын уçласа тултар.

насочинить

сов. 1. что, чего, разг. (сочинить в большом количестве) çырса тултар; 2. (выдумать) шутласа кăлар (пур-çук япалана); насочинить небылиц темĕн те пĕр шутласа кăлар.

насочинять

сов. 1. что, чего, разг. (сочинить в большом количестве) çырса тултар; 2. (выдумать) шутласа кăлар (пур-çук япалана); насочинять небылиц темĕн те пĕр шутласа кăлар.

насупить

сов. что: насупить брови куç харшисене пĕр.

натянутый

прил. 1. (недружелюбный) туслă мар, сивлек, хирĕçӳллĕ; натянутые отношения пĕр-пĕринпе хирĕçӳллĕрех пурăнни; 2. (неестественный) юри тунă; натянутая улыбка куланçи туни.

начистоту

нареч. разг. тӳррипе, чăннипе, тунмасăр, уççăн, ним пытармасăр; поговорить начистоту пĕр пытармасăр калаç.

невозмутимый

прил. 1. (полный самообладания) лăпкă, сапăр, пĕр пек; невозмутимый характер лăпкă кăмăл; 2. (абсолютный) тулли, калама çук; невозмутимая тишина тулли шăплăх.

невыдержанность

ж. 1. (непоследовательность) йĕркесĕрлĕх, пĕр йĕрпе пыманни; 2. (неуравновешенность) чăтăмсăрлăх, чарусăрлăх, чăтусарлăх.

невыдержанный

прил. 1. (непоследовательный) йĕркесĕр, пĕр йĕрпе пыман; 2. (неуравновешенный) чăтăмсăр, чăтусăр, чарусăр; невыдержанный человек чăтăмсăр çын; 3. йӳçсе (е пулса, ĕлкĕрсе) çитмен; невыдержанное вино пулса çитмен эрех.

невыезд

м. пĕр вырăнтах (е ниçта каймасăр) пурăнни; дать подписку о невыезде ниçта каймасăр пурăнатăп тесе алă пус.

недвижимый

прил. юр. куçми, пĕр вырăнта ларакан; недвижимое имущество куçми пурлăх (çĕр, çурт-йĕр).

неделимый

прил. 1. уйрăлми, пайлама çук, пайланми, пайланман; неделимые фонды пайланми фондсем; 2. перен. (единый) пĕр пĕтĕм; 3. мат. пайланми, валеçĕнми; неделимое число валеçĕнми хисеп.

неделя

ж. эрне; через неделю пĕр эрнерен; рабочая неделя ĕç эрни.

недогрузить

сов. 1. что, кого-чего сахалрах тие, тиесе ан çитер; недогрузить тонну угля кăмрăка пĕр тонна сахалрах тие; 2. кого-чего, перен. раза, (обеспечить работой не полностью) ĕç çителĕксĕр пар.

некоторый

мест. 1. неопр. (какой-то) пĕр; некоторое время пĕр хушă (е вăхăт); 2. мн. некоторые (не все, отдельные) хăшпĕр; некоторые деревья засохли хăшпĕр йывăçсем хăрса ларнă; 3. в знач. сущ. мн. некоторые хăшĕ-пĕрисем, пĕрисем, хăшĕсем.

некто

мест. неопр. такам, тахăшĕ, пĕр-пĕр çын; пĕр.. текенскер; некто Петров пĕр Петров текенскер.

немного

нареч. 1. кăшт (ах), пăртак, нумай мар; голова немного болит пуç кăшт ыратать; 2. нареч. (недолго) пĕр ластăк, пăртак; я отдохну немного эпĕ пĕр ластăк канам-ха; 3. в знач. сказ. нумай мар, сахал; это совсем немного ку пĕртте нумай мар.

неодинаковый

прил. пĕрешкел (е пĕр йышши) мар, расна, тĕрлĕ.

неоднородный

прил. пĕр пек (е пĕрешкел, пĕр йышши) мар.

неотлучный

прил. уйрăлми, хăпми; пĕр уйрăлмасăр тăмалли; неотлучное дежурство пĕр уйрăлмасăр тăмалли дежурство.

неотрывный

прил. пĕр вĕçĕмсĕр, пĕр татăлми.

непостоянный

прил. пĕр пек мар, улшăнакан, улшăнчăк; (о человеке) улшăнуллă, сăпатсăр, сӳткеленчĕк, вылянчăк; непостоянная погода улшăнчăк çанталăк.

непостоянство

с. улшăнуллă (е пĕр пек мар) пулни, улшăнчăклăх, вылянчăклăх.

непрерывность

ж. вĕçĕмсĕрлĕх, пĕр вĕçĕмсĕрри, татти-сыпписĕр пулни.

непримиримость

ж. килĕшменлĕх; непримиримость к врагам тăшмансене хирĕç пĕр килĕшмесĕр тăни.

неравномерность

ж. танмарлăх, тан (е пĕрешкел, пĕр тикĕс) марри.

неравноправие

с. тан правăллă марри, пĕр тан право çукки.

неравный

прил. 1. (неодинаковый по величине) тан мар, пĕр пек мар; неравные силы тан мар вăйсем; 2. (с участием неодинаковых сил) тан мар; погибнуть в неравном бою тан мар çапăçура вил.

неразлучный

прил. уйрăлми, пĕр-пĕринчен уйрăлман; неразлучные друзья уйрăлми туссем.

неровный

прил. 1. (негладкий) тикĕс (е тан) мар, шăтăклă-путăклă, кăтрашка; неровная доска тикĕс мар хăма; 2. (кривой) тӳрĕ мар, кукăр; неровная линия тӳрĕ мар йĕр; 3. (неодинаковый по размеру) тан мар, пĕр пек мар; 4. (неуравновешенный; неритмичный) улшăнчăк, час улшăнакан; неровный характер улшăнчăк кăмăл; неровный пульс час улшăнакан пульс.

неслышный

прил. илтĕнми, шăп, пĕр сассăр, сас-чĕвĕсĕр; неслышные шаги илтĕнми утăмсем.

несмолкаемый

прил. шăпланми, чарăнми, чарăна (е шăпланма) пĕлми, пĕр чарăнман.

несовместимый

прил. килĕштерейми, пĕр-пĕрне килĕштереймен, пĕр-пĕринпе килĕшсе тăман; несовместимые понятия пĕр-пĕринпе килĕшсе тăман ăнлавсем.

несогласный

прил. 1. килĕшмен, килĕштермен, пĕр шухăшлă мар; 2. (недружный) туслă мар, килĕшӳсĕр.

несходный

прил. 1. пĕрешкел мар, пĕр евĕрлĕ (е сăнарлă) мар; 2. разг. майлă мар, майсăр, килĕшмен; несходная цена килĕшмен хак.

неуклонный

прил. ниçталла сулăнми, пĕр пăрăнми; пĕр вĕçĕмсĕр; неуклонный рост промышленности промышленность пĕр вĕçĕмсĕр ӳссе пыни.

неукоснительный

прил. пĕр иккĕленӳсĕр (е хирĕçӳсĕр, сăмахсăр), пăркаланусăр.

неустойчивость

ж. 1. тĕрексĕрлĕх, тытăнкăсăрлăх, тытăнкă (е çирĕплĕх, тăтăрха) çукки, çирĕп марри; неустойчивость положения лару-тăру çирĕп марри; 2. (изменчивость) пĕр пек (е тикĕс) тăманни; неустойчивость погоды çанталăк пĕр пек тăманни; 3. перен. (непостоянство) çирĕплĕх çукки, тĕрексĕрри, тĕрексĕрлĕх; неустойчивость характера кăмăл çирĕп пулманни.

нечто

мест. неопр. темĕн, тем, темскер, пĕр-пĕр (япала).

ни

. 1. частица усил. (в отрицательных предложениях) та [те]; ни одна книга не пропала пĕр кĕнеке те çухалман; 2. частица усил. та [те]; во что бы то ни стало кирек мĕн пулсан та; кто бы ни был кирек кам пулсан та; 3. союз (при присоединении однородных членов предложения) ни, та [те]; ни встать, ни сесть ни тăма, ни ларма çук; тăма та ларма та çук; ◇ ни-ни çук, çук; ни с места! вырăнтан ан хускалăр!

ничто

1. мест. отриц. ним(ĕн), ним(ĕн) те, пĕр япала та; его ничто не интересует ăна нимĕн те интереслентермест; 2. в знач. сущ. м. нескл. (ничтожество) ниме тăман япала (е çын); ◇ ничего не поделаешь нимĕн те тăваймăн (е тума çук); ничего подобного см. подобный; превратиться в ничто çухал, пĕт.

номенклатура

ж. номенклатура (наукăн, производствăн пĕр-пĕр пайĕнче усă куракан ятсем, терминсем).

нота

ж. дип. нота (пĕр правительство тепĕр правительство патне янă дипломати çырăвĕ).

о⸗

приставка, çакна пĕлтерет: 1) ĕç япала тавралла пулнине е унăн пĕтĕм çийĕ пе сарăлнине: обежать вокруг чего-л. чупса çаврăн; оклеить çыпăçтарса çаврăн (е тух); 2) çуммипе, тавралла е пăрăнса иртсе кайнине: обежать çуммипе (е тавралла) чупса ирт; осмотреть пăхса çаврăн; 3) тунă ĕç пурне те е нумайăшне тивнине: одарить парне парса тух; объехать все деревни района районти пур яла та çитсе çаврăн; 4) çитсе иртсе кайнине, мала тухнине, ытлашши тунине: обогнать хаваласа çитсе иртсе кай; 5) кирлинчен ытлашши пулнине: опоить ытлашши ĕçтер; 6) кая (е катăк) парса сиен тунине: обсчитать катăк ту, ултала; 7) ĕç пулса çитнине: ослепнуть суккăрлан; озвереть тискерленсе кай; 8) пĕр-пĕр енĕпе палăртнине: обогатить пуянлат; озеленить симĕслентер; 9) ся сыпăкпа пĕтекен хăшпĕр глаголсенче вĕсен тĕпĕсен пĕлтерĕшне хирĕçле пĕлтерĕш парать: ослышаться йăнăш илт.

обернуться

сов. 1. (повернуться назад) пăрăн, çаврăн, çаврăнса пăх; 2. перен. (принять иное направление) пăрăн, çаврăн, пулса тух, тепĕр майлă кай; 3. (сделать полный круг) çаврăнса çит; спутник обернулся вокруг Земли сто раз спутник çĕр тавра çĕр хут çаврăнчĕ; 4. эк. çаврăн, çӳре; капитал обернулся за месяц капитал пĕр уйăхра çаврăнчĕ; 5. разг. (справиться) майлаштар, йӳнеçтер; мы с одним трактором обернёмся эпир пĕр тракторпах майлаштарăпăр; 6. кем-чем, в кого, во что, фольк. пул, пулса тăр; обернуться лисой тилĕ пулса тăр.

обитатель

м. (ялан) пурăнакан (пĕр-пĕр вырăнта); обитатели города хулара пурăнакансем; обитатели леса вăрманта пурăнакансем.

обитать

несов. пурăн (пĕр-пĕр вырăнта).

обмен

м. 1. улшăнни, улăштарни; пĕр-пĕринчен йышăнни; обмен мыслями пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллашни; 2. эк. улăшу; торговый обмен суту-илӳ улăшăвĕ; обмен веществ физиол. веществосен ылмашăвĕ, веществосем ылмашни.

обменяться

сов. 1. кем-чем пĕр-пĕринпе улăштар, пĕр-пĕринпе улăш, улшăн, ылмашăн; обменяться книгами кĕнекесене улăштар; 2. чем, перен.: обменяться мнениями пĕр-пĕрин шухăшĕпе паллаш.

обмолвиться

сов. разг. 1. (оговориться) йăнăш каласа яр; 2. (проболтаться) асăрхамасăр (е ăнсăртран) каласа яр (е хур); 3. (вскользь, мельком сказать что-л.) сăмах хуш, сăмах чĕн; ◇ не обмолвиться (ни единым) словом пĕр сăмах та (е ним те) ан чĕн.

обоюдный

прил. ик енлĕ, пĕр-пĕринпе; по обоюдному согласию пĕр-пĕринпе килĕшсе.

образ

м. (мн. образы) 1. (облик) сăн, сăнар, тĕс, сăн-пит, евĕр; потерять человеческий образ этем сăнарне çухат; 2. обычно мн. образы сăнар, сăнлăх; светлые образы будущего малашлăхăн çутă сăнлăхĕсем; 3. (способ, порядок чего-л.) май, мел, йĕрке, евĕр; образ жизни пурнăç йĕрки; образ мыслей шухăшсен евĕрĕ; 4. иск., лит. сăнар; ◇ главным образом пуринчен ытла; каким образом епле, епле майпа; по образу и подобию евĕрĕпе, тĕслĕхĕне; равным образом пĕр пекех, çавнашкалах; решительным образом татăклăн; таким образом çапла, çапла майпа.

обручиться

сов. çураç, килĕш, çĕрĕ улăштар (пĕр-пĕринпе).

обрушиться

сов. 1. (рухнуть) ишĕл, ван, çĕмĕрĕл, ишĕлсе (е йăтăнса, çĕмĕрĕлсе) ан; 2. на кого-что (напасть) вăйлăн тапăн; конница обрушилась на неприятеля утлă çар тăшмана вăйлăн тапăннă; 3. перен. (о несчастьях, заботах) килсе тул, килсе пĕр (е тух).

обще⸗

хутлă сăмахсен «пĕрле», «пурте», «пĕтĕм»,«пуриншĕн пĕр» пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш пайĕ: общереспубликанский пĕтĕм республика ⸗ĕ [⸗и]; общеизвестный пурте пĕлекен.

общий

прил. 1. пĕрлехи, пĕрле, пĕрлĕхлĕ; общие деньги пĕрлехи укçа; 2. (совокупный) пĕтĕм, мĕнпур; общая сумма мĕнпур сумма; общее число специалистов специалистсен пĕтĕм хисепĕ; ◇ в общем, в общем и целом пĕтĕмĕшпе илсен; общее собрание пĕрлехи пуху; в общей сложности пурĕ пĕтĕмпе; найти общий язык пĕр шухăша кил, пĕр çăварлă пул; не иметь ничего общего с кем-чем-л. пĕрлехи (е пĕр пекки) нимĕн те çук; общее место пуриншĕн те паллă шухăш.

объяснение

с. 1. по гл. объяснить(ся) и объяснять(ся); 2. (истолкование) ăнлантару; дать объяснение ăнлантар, ăнлантару пар; 3. (выяснение чего-л.) каласа пани, пĕлни; ◇ объяснение в любви юратни çинчен пĕлтерни (пĕр-пĕрне).

объясниться

сов. 1. (поговорить) калаçса пĕл, пĕр-пĕринчен ыйтса пĕл; 2. (стать понятным) палăрса çит, ăнланмалла пулса çит; ◇ объясниться в любви юратни çинчен каласа пĕлтер (пĕр-пĕрне).

обязанный

прил. 1. тивĕçлĕ; мы обязаны помогать друг другу эпир пĕр-пĕрне пулăшма тивĕçлĕ; 2. (испытывающий благодарность) парăмлă, тивĕçлĕ; я вам очень обязан эпĕ сире тав тума тивĕçлĕ.

огневой

прил.: огневая завеса; воен. вут-хĕм хӳтти (тупă-пăшал пĕр вĕçĕмсĕр персе тăни); огневые средства вăрçă вăрçмалли хатĕрсем (хĕçпăшал); огневая точка воен. вут-хĕм точки (тупă-пăшал персе тăракан вырăн).

огулом

нареч. разг. курттăмăн, кӳмерккипе, пурне те харăс (е пĕр пек); нельзя винить всех огулом пурне те пĕр пек айăплама юрамасть.

один

числ. 1. (число) пĕр, пĕрре; 2. в внач. прил. (без других, в одиночестве) пĕччен(ех); я остался один дома эпĕ килте пĕччен юлтăм; 3. в знач. прил. (одинаковый) пĕр, çав-çавах, пĕр пек, пĕрешкел; одного возраста пĕр çулта; одно и то же çав-çавах; 4. в знач. мест. (какой-то, некий) пĕр, тахăш; ему сказал один человек ăна пĕр çын каланă; 5. в знач. прил. (только, исключительно) çеç, анчах, кăна; один он может сделать это куна вăл çеç тума пултарать; 6. в знач. мест. (какой-то в ряду сходных) пĕри, пĕр; то один, то другой пĕри те тепри; 7. в знач. сущ. один м., одна ж., одно с. пĕри; одно другому не мешает пĕри теприне кансĕрлемест; ◇ все до одного см. весь; (все) как один (пурте) пĕр çын пек, пĕр кăмăлтан; в один голос см. голос; все одно см. весь; за один присест см. присест; один-единственный см. единственный; один конец см. конец; один на один пĕрме-пĕр; один-одинёшенек пĕр-пĕччен, тăр- (е хăр-) пĕччен; одним духом см. дух; одним махом см. мах; одним словом см. слово; одно к одному пĕри çине тепри; ставить на одну доску с кем-л. пĕр шута хур.

одинаково

нареч. пĕрешкел, пĕр пек, пĕрех, пĕр евĕрлĕ, пĕр тан.

одинаковый

прил. пĕр пек, пĕр евĕрлĕ, пĕрешкел, пĕр тан; одинаковые числа пĕрешкел хисепсем.

одинарный

прил. пĕр хутлă, пĕр анлă; одинарная дверь пĕр хутлă алăк.

одиночный

прил. 1. (отдельный от других) пĕччен, уйрăм; сайра-пĕрре; одиночное дерево пĕччен йывăç; слышатся одиночные выстрелы сайра-пĕрре перкелени илтĕнет; 2. (рассчитанный на одного) пĕччен, уйрăм; одиночная камера уйрăм камера; 3. (состоящий из одной части) пĕр, пĕччен.

однажды

нареч. 1. (как-то раз) пĕрре, пĕррехинче, пĕр вăхăтра; 2. (один раз) пĕр хут (е тапхăр), пĕрре; только однажды он слышал такой голос вăл кун пек сасса пĕрре кăна илтнĕ.

одно⸗

хутлă сăмахсен пĕр пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш пайĕ: одноэтажный пĕр хутлă; однофамилец пĕр хушаматлă.

одноактный

прил. пĕр актлă (пьеса).

однобокий

прил. 1. пĕр (е хăрах) аяклă, пĕр енлĕ; 2. перен. пĕр енчен, пĕр енлĕ; однобокое решение вопроса ыйтăва пĕр енчен пăхса татни.

однобокость

ж. 1. пĕр (е хăрах) аяклăх, пĕрьенлĕх; 2. перен. пĕрьенлĕх, пĕр енчен пăхни, пĕр енлĕ пулни.

одновалентный

прил. хим. пĕр валентлă.

одновременно

нареч. пĕр вăхăтра(х).

одновременность

ж. пĕр вăхăтра пулни; одновременность событий событисем пĕр вăхăтра пулни.

одновременный

прил. пĕр вăхăтри, пĕр вăхăтра пулнă (е пулакан); одновременные действия пĕр вăхăтри ĕçсем.

одноглазый

прил. хăрах (е пĕр) куçлă.

одногодичный

прил. пĕр çуллăх; одногодичные курсы пĕр çуллăх курс.

одногорбый

прил.: одногорбый верблюд пĕр курпунлă тĕве.

однодневка

ж. 1. зоол. пĕр кунлă хурт-кăпшанкă; бабочка однодневка пĕр кунлă лĕпĕш; 2. разг. пĕр кунлăх хаçат.

однодневный

прил. пĕр кунлăх, пĕр кунхи; однодневный дом отдыха пĕр кунлăх кану çурчĕ; однодневная зарплата пĕр кунхи ĕç укçи.

однодольный

прил. бот. пĕр пайлă (ӳсентăрансем).

однодомный

прил. бот. пĕр киллĕ; однодомные растения пĕр киллĕ ӳсентăрансем.

однозарядный

прил. пĕр зарядлă; однозарядное ружьё пĕр зарядлă пăшал.

однозвучный

прил. пĕр саслă.

однозначный

прил. 1. пĕр пек пĕлтерĕшлĕ (сăмахсем); 2. мат. пĕр цифрăллă; однозначное число пĕр цифрăллă хисеп.

одноимённый

прил. пĕр ятлă, аташ.

однокалиберный

прил. пĕр (е пĕр пек) калибрлă.

одноклеточный

прил. биол. 1. пĕр клеткăллă; 2. в знач. сущ. мн. одноклеточные пĕр клеткăллисем (пĕр клеткăллă организмсем).

одноколейка

ж. разг. пĕр колейăллă чугун çул.

одноколейный

прил. ж.-д. пĕр колейăллă (чугун çул).

одноконный

прил. пĕр лашаллă, пĕр лаша кӳлмелли.

однократный

прил. пĕр хут, пĕр тапхăр; ◇ однократный глагол грам. ĕç пĕр хут пулнине кăтартакан глагол.

однокурсник

м. пĕр курсра вĕреннĕ çын.

однолетний

прил. пĕр çулхи, пĕр çуллăх; однолетние растения пĕр çуллăх ӳсентăрансем.

однолетник

м. бот. пĕр çуллăх ӳсентăран.

однолеток

м. 1. тантăш; это мой однолеток ку манăн тантăш; 2. пĕр çулхи; телёнок-однолеток пĕр çулхи пăру.

одномастный

прил. пĕр тĕслĕ, пĕр пек тĕслĕ.

одномачтовый

прил. пĕр мачтăллă.

одноместный

прил. пĕр вырăнлă.

одномоторный

прил. пĕр моторлă.

однообразие

с. пĕртĕрлĕлĕх, пĕртĕслĕлĕх, пĕр тĕсли.

однообразный

прил. пĕр тĕрлĕ (е тĕслĕ), пĕр кĕвĕллĕ.

однопалатный

прил. пĕр палатăллă; однопалатный парламент пĕр палатăллă парламент.

однопалубный

прил. пĕр палубăллă.

однопалый

прил. (о человеке) хăрах пӳрнеллĕ; (о животном) пĕр чĕрнеллĕ.

одноплеменный

прил. пĕр ăрури, ăру-ташлă.

однополчанин

м. пĕр полкри çын (салтак).

однополый

прил. бот. пĕр арлă.

однородный

прил. пĕр тĕрлĕ (е тĕслĕ), пĕр евĕрлĕ; однородный металл пĕр тĕрлĕ металл; однородные члены предложения грам. предложении пĕр йышши членĕсем.

односельчанин

м. пĕр ял çынни, хамăр ялсем.

односкатный

прил. пĕр (е хăрах) енлĕ; односкатная крыша пĕр енлĕ тăрă.

односложный

прил. 1. лингв. пĕр сыпăклă (сăмах); 2. кĕске, пĕр сăмахлă; односложный ответ кĕске хурав.

односпальный

прил. (о кровати) пĕр çын выртмалли (кровать); (об одеяле) пĕр çын витĕнмелли (утиял).

одностволка

ж. пĕр кĕпçеллĕ пăшал.

одноствольный

прил. пĕр кĕпçеллĕ (пăшал).

одностворчатый

прил. (о шкафе) пĕр алăклă (шкап); (об окне) пĕр хупăллă (чӳрече).

односторонний

прил. 1. (о ткани) пĕр енлĕ, пĕр питлĕ; односторонний драп пĕр енлĕ драп; 2. мед. пĕр енлĕ (е енчи); односторонний паралич пĕр енлĕ паралич; 3. (в одну сторону) пĕр енĕпе çӳрекен, пĕр еннелле; одностороннее движение транспорта транспорт пĕр енĕпе куçни; 4. перен. пĕр енлĕ; одностороннее решение вопроса ыйтăва пĕр енлĕ пăхса татни.

односторонность

ж. пĕрьенлĕх, пĕр енлĕ пахни; односторонност взглядов шухăшсем пĕр енлĕ пулни.

однострунный

прил. муз. пĕр хĕлĕхлĕ.

однотипный

прил. пĕр типлă, пĕр пек типлă; однотипные дома пĕр типлă çуртсем.

однотомник

м. пĕр томлă кăларăм.

однотомный

прил. пĕр томлă.

однофазный

прил. пĕр фазăллă.

однофамилец

м. пĕр хушаматлă çын.

одноцветный

прил. 1. пĕр тĕслĕ, пĕрпек тĕслĕ; 2. перен. (однообразный) пĕр тĕрлĕ (е тĕслĕ).

одноэтажный

прил. пĕр хутлă.

октава

ж. октава (1. муз. гаммăри саккăрмĕш тон, пĕрремĕшпе пĕр ятли, тата пĕрремĕшпе саккăрмĕш тонсем хушши; 2. муз. чи хулăн бас; 3. лит. сакăр йĕркеллĕ, хăйне евĕрлĕ рифмăллă сăвă).

омоним

м. лингв. омоним (тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ пĕр пек сăмахсем).

опека

ж. 1. юр. опека, пеккун (çитĕнсе çитмен тăлăх ачасене е ватă çынсене пăхассине патшалăх пĕр-пĕр çывăх çын çине хуни); учредить опеку опека ту; 2. юр. опека, пеккунсем (опека ĕçне хăй çине илнĕ çынсем е учрежденисем); 3. перен. (забота) пăхса тăни, упрани, асăрхани; родительская опека ашшĕ-амăшĕ пăхни (е асăрхани); ◇ международная опека пĕтĕм тĕнчери опека.

операция

ж. 1. мед. операци (сурана касса тӳрлетни); операция на сердце чĕрене операци туни; 2. воен. операци (вăрçă планне пурнаçа кĕртме тăвакан ĕçсем); наступательные операции наступлени операцийĕсем; 3. торг., фин. операци; банковские операции банк операцийĕсем; 4. операди (производствăпа технологи процесĕнчи пĕр-пĕр ĕç); совмещение операции операцисене пĕрлештерни.

оппонент

м. оппонент (пĕр-пĕр çыннăн шухăшне хирĕç тухса калакан çын).

определённый

прил. 1. (твёрдо установленный) паллă, уçă, татăклă, витĕр; определённый срок паллă срок; 2. (некоторый, тот или иной) хăш-пĕр, хăш; в определённых случаях хăш-пĕр чухне.

оптом

нареч. 1. курттăмăн, кӳмертен; торговля оптом курттăмăн суту-илӳ туни; 2. перен. разг. (всё сразу) пĕтĕмĕшпе, пĕр тăрук.

опыт

м. в разн. знач. сăнав, опыт; провести опыт сăнав ту; передовой опыт малти опыт; обмен опытом пĕр-пĕрин опычĕпе паллаш; ◇ искушённый опытом ĕçре пиçнĕскер.

ордер

м. 1. (мн. ордера) ордер; ордер на квартиру хваттер ордерĕ; приходный ордер приход ордерĕ; 2. (мн. ордеры и ордера) ордер (архитектура композицийĕсен пĕр тĕсĕ).

ортодокс

м. ортодокс (пĕр-пĕр вĕрентĕве çирĕп тытакан çын).

осведомлённость

ж. пĕлсе тăни, хыпар пулни (пĕр-пĕр ĕç çинчен).

оседлость

ж. пĕр вырăнти пурнăç, куçмасăр пурăнни.

оседлый

прил. ларма, пĕр вырăнта пурăнакан; оседлые племена пĕр вырăнта пурăнакан йăхсем.

осложниться

сов. 1. (стать труднее) йывăрлан, кăткăслан, шала кай; 2. чем (о болезни) верĕл, пĕр чиртен тепĕр чире кай.

особа

ж. 1. çын, пĕр çын; 2. ирон. чаплă çын; 3. (о женщине) хĕрарăм; (своей) собственной особой хăй, хăех.

особняк

м. уйрăм çурт (ятарласа пĕр çемье валли тунăскер).

от⸗

(ото⸗, отъ⸗) приставка 1. глаголсем тума уса курнă чухне çакна пĕлтерет: камран-мĕнрен илнине, куçнине, катертнине: отбежать чупса кай; отступить чакса кай; отгрести ишсе кай; 2) япала пайне е пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăракан япаласенчен пĕрине илнине: отвинтить пăрса ил; откусить çыртса ил; отрезать касса ил; 3) хирĕç мĕн те пулин тунине: отблагодарить тав ту; откликнуться хирĕç чĕн; 4) ĕç пулса çитсе чарăннине: отбарабанить параппан çапса чарăн; отцвести чечене ларса ирт; 5) ĕç вăйлăн е тĕплĕн пулса иртнине: отшлёпать çупкаласа ил; отстрогать саваласа якат; 6) мĕнрен те пулин писнине, хăтăлнине: отучить пăрахтар; отвыкнуть хăнăху çухат; 7) ⸗ся сыпăкпа пĕтекен глаголсенче мĕнрен те пулин пăрăннине: отговориться сăлтав тупса пăрăнса юл; 8) нумайччен тăрса, ларса е урăх майпа туăми тунине: отсидеть ларса туйми ту; 2. паллă ячĕсене тунă чухне мĕнрен те пулин пулнине пĕлтерет: отымённый ятран пулнă; отглагольный глаголран пулнă.

отбой

м. 1. по гл. отбить и отбиться; 2. (сигнал) отбой (пĕр-пĕр ĕçе чармалли сигнал); ◇ бить отбой каялла чак, тытнă шухăша пăрах; отбою нет от кого-чего-л. нумай, тем чухлех.

отдежурить

сов. 1. дежурнăй пулса (е дежурствăра тăрса) ирттер; отдежурить ночь пĕр каç дежурнăй пулса ирттер; 2. (окончить дежурство) дежурствара тăрса тух.

отдых

м. 1. кану, канăç; без отдыха канăçсăр; право на отдых кану прави; ◇ не давать ни отдыху ни сроку кому-л. пĕр канăç та ан пар.

откусить

сов. что, чего. 1. çыртса ил; откусить хлеба çăкăр çыртса ил; 2. тех. татса ил, хĕстерсе тат; откусить клещами кусочек проволоки пралукран хĕскĕчпе пĕр татăк татса ил.

отлежать

сов. 1. что çывратса яр, туйми ту (кансĕр выртса); он отлежал себе руку кансĕр выртса, вăл аллине çывратнă; 2. (о больном) выртса ирттер; он отлежал целый месяц вăл пĕр уйăх выртса ирттерчĕ.

отлучиться

сов. тух, кай (вăхăтлăха); он на минуту отлучился вăл пĕр саманта тухрĕ.

отмотать

сов. что, чего сӳтсе çăмхала; отмотать моток шерсти пĕр хутăр çăм çиппи çăмхала.

отождествить

сов. кого-что танлаштар, перешкеллет, пĕр тан (е пĕрешкел) тесе шутла.

оторвать

сов. 1. что тат, чĕр, татса (е чĕрсе) ил, туртса тат; оторвать листок от корешка книги кĕнекерен пĕр листа татса ил; 2. кого-что (с усилием отстранить) сир, уйăр, ил, катерт; оторвать от работы ĕçрен уйăр; 3. кого-что, перен. ил, уйăр; оторвать глаза от книги кĕнеке çинчен куçа ил; 4. кого (разлучить) уйăр; война оторвала его от семьи вăрçă ăна килйышĕнчен уйăрнă.

отрезок

м. 1. (ткани) касăк, татăк; 2. (часть чего-л.) пĕр татăк, чĕлĕ; хушă, ластăк; отрезок времени вăхăт хушши; отрезок дороги çулăн пĕр татăкĕ.

отрываться

несов. см. оторвать(ся); ◇ не отрываясь пĕр татăлмасăр (е пăрахмасăр).

отстоять

несов. от чего (быть на расстоянии) аяккарах (е инçерех) тăр (е лар, пул); деревня отстоит от станции на километр ял станцирен пĕр километрта ларать.

отсыпать

сов. что, чего ярса пар (е ил); отсыпать овса из мешка михĕрен пĕр витре сĕлĕ ярса пар; отсыпать муки çăнăх ярса пар.

отчасти

нареч. кăшт, хăшпĕр енчен, пăртак; отчасти он прав вăл пĕр енчен тĕрĕс те.

отчислить

сов. 1. что (вычесть, выделить) уйăрса пар, ĕçе хывма пар; отчислить часть доходов на строительство тупăшсен пĕр пайне строительство валли уйăрса пар; 2. кого (исключить) кăлар, кăларса яр.

отшагать

сов. (шагая, пройти) утса ирт (е тух); они отшагали километров десять вĕсем пĕр вунă километр утса иртрĕç.

офорт

м. офорт (гравюрăн пĕр тĕсĕ).

охапка

ж. ытам, çĕклем, чикĕм; охапка дров (пĕр) çĕклем вутă, вутă çĕклемĕ; ◇ в охапку ытама илсе.

очерк

м. 1. (очертание) очерк, кĕскен çырни (пĕр-пĕр ыйтупа); 2. лит. очерк (пĕчĕк илемлĕ произведени); 3. мн. очерки очерксем (тĕпчев ĕçĕ); очерки по стилистике чувашского языка чăваш чĕлхи стилистикин очеркĕсем.

очко

с. 1. (значок) очко (вылямалли карт е шăмă çинчи паллă); 2. (в играх, спорте) очко (хисеп единици); 3. прост. (карточная игра) очко, картла вăйă; 4. с.-х. (у растения) папак; 5. спец. (отверстие) куç, шăтăк; 6. полигр. очко (пĕр-пĕр ӳкерчĕклĕ типографи литерĕ).

паёк

м. паёк; дневной паёк пĕр кунлăх паёк; сухой паёк типĕ паёк.

пакет

м. 1. çыхă, чĕркем, тĕрке; 2. (конверт с письмом) пакет; ◇ индивидуальный перевязочный пакет пĕр çынна суран çыхмалăх пакет.

пакт

м. пакт, килĕшӳ; пакт о взаимной помощи пĕр-пĕрне пулăшасси çинчен тунă пакт.

палец

м. 1. пӳрне; большой палец пуç пӳрне; указательный палец шĕвĕр пӳрне; средний палец вăта пӳрне; безымянный палец ятсăр пӳрне; отпечатки пальцев пӳрне йĕрĕ; 2. тех. (валик, стержень) шăл, тĕнĕл, палец (машинăсенче); ◇ чёртов палец качă-мăчă, аçа чулĕ; глядеть на что-л. сквозь пальцы курмăш пул; знать как (свой) пять пальцев тĕплĕ пĕл; обвести вокруг пальца чикĕ тăршшĕ ларт; пальцем не шевельнуть пӳрнепе те ан хускат (пĕр-пĕр ĕç тăвас тесе); палец о палец не ударить пачах ним те ан ту; пальца в рот не клади кому-л. сыхлан; пальцем не тронуть пӳрнепе те ан тĕкĕн (кама, мĕне); пальцем показывать на кого-что-л. тĕллесе кăтарт; по пальцам пересчитать можно пӳрнепе шутласа тухма пулать.

пантеизм

м. пантеизм (çутçанталăкпа турă пĕр текен вĕренту).

пантеон

м. пантеон (1. авалхи грексемпе римлянсен пур пек турăсен ячĕпе тунă храмĕ; 2. пĕр-пĕр тĕнĕн пур пек туррисем; 3. чаплă çынсене пытарнă вырăн).

пара

ж. 1. (комплект) мăшăр; (предмет с соединёнными частями) пĕр; соединять в пары мăшăрла; пара сапог пĕр мăшăр атă; пара трусов пĕр трусси; 2. разг. (два) иккĕ, ик(ĕ); пара яблок икĕ панулми; 3. (упряжка) пар; запрячь пару лошадей пар лаша кӳл; 4. (два живых существа как одно целое) мăшăр, йыш; (одно из этих существ) тус, юлташ, мăшăр; супружеская пара мăшăр, арăмĕпе упăшки; счастливая пара телейлĕ мăшăр; без пары пĕччен, хăраххăн, мăшăрсăр; 5. в знач. сказ. разг. мăшăр; он ей не пара или она ему не пара вăл ăна мăшăр мар; 6. костюм (шăлаварпа пиншак); он в новой паре вăл çĕнĕ костюмпа; ◇ в паре пĕрле, иккĕн (кампа та пулин); пара пустяков ним те мар; два сапога пара соотв. çӳпçипе хупăлчи; на пару слов пĕр-ик сăмах калама.

парабола

ж. мат. парабола (кукар йĕрсен пĕр тĕсĕ).

параллелизм

м. мат. 1. параллеллĕх, параллеллĕ пулни; параллелизм линий линисен параллеллĕхĕ; 2. пĕр ĕçех икĕ çĕрлĕн туни; параллелизм в работе двух учреждений икĕ учреждени пĕр пек ĕç туни; 3. лит. параллелизм.

параллельный

прил. 1. параллеллĕ; параллельные линии параллеллĕ линисем; параллельные улицы параллеллĕ урамсем; 2. (сходный) пĕр пек, тан; параллельные функции пĕр пек функцисем; 3. (протекающий одновременно) пĕр вăхăтри, пĕр вăхăтра пулакан.

парафраза

ж. 1. см. перифраз, перифраза; 2. муз. парафраза (пĕр композитор тепĕр композиторан музыка шухăшне урăхлатса илемлетни).

паритет

м. паритет (1. юр. пĕр тан провăлăх; 2. эк. укçа-тенкĕн ылтăнпа палăртнă хакĕ).

паритетный

прил. юр.: на паритетных началах пĕр тан правила.

партия

ж. 1. парти; Коммунистическая партия Советского Союза Совет Союзĕнчи Коммунистсен партийĕ; член партии парти членĕ; 2. (группа лиц) ушкăн, парти; партия лесорубов вăрман касакансен ушкăнĕ; геологическая партия геологсен партийĕ; 3. (количество чего-л.) ушкăн; партия товаров пĕр ушкăн тавар; большими партиями пысăккăн, нумаййăн; 4. муз. парти; теноровая партия тенор партийĕ; 5. (в игре) вăйă, парти; сыграть партию в шахматы пĕр парти шахмăтла выля; 6. уст. мăшăр; он для тебя не партия вăл сана мăшăр мар; сделать выгодную партию пуян мăшăр туп.

паршивый

прил. 1. (больной паршой) кутăркаллă, кукшаллă, кĕсенлĕ; 2. перен. разг. (дрянной) усал, начар, латсăр, ниме юрăхсăр; паршивая погода усал çанталăк; паршивое настроение пăсăк кăмăл; ◇ паршивая овца все стадо портит посл. соотв. пĕр кашăк тикĕт пĕр пичке пыл пăснă, тет.

пасмо

с. ӳкем; одно пасмо пĕр ӳкем çип; холст из десяти пасм вуннă пирĕ.

пачка

ж. 1. пачка, çыхă, тĕрке; пачка папирос пĕр пачка пирус; пачка книг кĕнеке çыххи; 2. в знач. нареч. пачками разг. ушкăнĕ-ушкăнĕпе, çыххи-çыххипе; стрелять пачками залппа пер.

пачкаться

несов. 1. варалан, хурал, тасамарлан, пылчăклан, лапăртан, лапралан; пачкаться чернилами чернилпа варалан; пачкаться сажей хăрăмлан; пачкаться кровью юнлан; 2. перен. разг. варалан; пачкаться не хочется вараланас килмест (пĕр-пĕр ĕçпе).

пере⸗

приставка; глаголсен малтанхи пайĕ, вăл çаксене пĕлтерет: 1) куçнине, куçарнине, урлă каçнине, каçарнине: перебежать чупса каç; перебросить ывăтса каçар (сăм. хӳме урлă); 2) пăсса тунине: перешить пăсса (е сӳтсе, юсаса) çĕле; 3) кирлинчен ытлашши тунине, пăснине: перехвалить ытлашши мухтаса пăс; 4) çиеле е мала тухнине: перекричать кăшкăрса çиеле тух; перехитрить чеерех пул; 5) мĕн те пулин туса пĕтернине: переловить тытса пĕтер; перемокнуть йĕпенсе пĕт; 6) ик пая уйăрнине, пӳлнине: перегородить пӳлсе ларт; перепилить касса тат; 7) пĕр япаларан тепĕр япала тунине: пережечь дрова в уголь вутран кăмрăк ту; 8) нумай мар тунине: передохнуть сывлăш çавăрса (е канса) ил; перекусить çырткаласа (е çикелесе) ил; 9) ĕçе хире-хирĕ ç тунине: перемигиваться хуç хĕсев ил (пĕрне-пĕри); переписываться çыру çӳрет (пĕр-пĕрин патне).

перебежать

сов. 1. что, через что чупса каç; перебежать (через) дорогу çул урлă чупса каç; 2. (на другое место) чупса куç; перебежать к соседнему дереву юнашар йывăç патне чупса куç; 3. перен. разг. (перейти на сторону врага) ютта каç, сутăн; ◇ перебежать глазами с одного предмета на другой куçа пĕр япала çинчен тепри çине куçар.

перебраниваться

несов. с кем и без доп., разг. вăрç, ятлаç (пĕр-пĕринпе).

перебросить

сов. 1. кого-что ывăтса каçар; урлă пĕр (е ывăт); ывăтса пар (е яр); перебросить через забор хӳме урлă пер; 2. что уртса (е çакса) яр, урлă хур; перебросить плащ через плечо плаща хулпуççи урлă уртса яр; 3. что и без доп. (дальше положенного) персе ирттер (кирлĕ тĕлтен); 4. что (перекинуть, устроить переправу) хыв; перебросить мост кĕпер хыв; 5. кого-что (переместить) куçар, яр, леç; перебросить дивизию дивизие куçар; перебросить продукты апат-çимĕç леç.

перевалить

сов. 1. кого-что, разг. куçарса хур, пушат; перевалить мешки с машины на воз михĕсене машина çинчен лав çине куçарса хур; 2. кого-что (перевернуть) çавăр, çавăрса хур; перевалить с одного бока на другой пĕр енчен тепĕр енне çавăрса хур (япалана); 3. что, через что (перейти) каç; перевалить через долину вар урлă каç; 4. безл. кому, разг. ирт, иртсе кай; ему перевалило за сорок вăл хĕрĕхрен иртнĕ.

переглянуться

сов. пĕр-пĕрин çине пăхса ил.

перегон

м. 1. по гл. перегнать; перегон скота выльăха хăваласа куçарни (çĕнĕ çĕре); 2. (участок пути) пĕрешке; дать отдых лошадям после одного перегона пĕр пĕрешке кайсан, лашасене кантар.

перегрызться

сов. разг. 1. (о животных) тулаш, тулашса пĕт; 2. перен. прост. (переругаться) вăрçса (е харкашса, ятлаçса) пĕт (пĕр-пĕринпе).

передовик

м. малта пыракан (пĕр-пĕр ĕçре); передовики производства производствăра малта пыракансем.

передраться

сов. разг. çапăçса пĕт (пĕр-пĕринпе).

передряга

ж. разг. аптрамалла инкек, пăтăрмах; побывать в разных передрягах темĕн те пĕр чăтса кур.

передышка

ж. кану, сывлăш çавăрса (е канса) илни; дать коням передышку утсене канма пар; без передышки пĕр канмасăр; сделать передышку сывлăш çавăрса ил.

перемолвить

сов. что, разг. (обычно в сочетании со слово) пĕр-ик сăмах кала, калаçса ил; не с кем слова перемолвить никампа калаçса илме çук.

переписываться

несов. с кем-чем и без доп. çыру çӳрет (пĕр-пĕринпе).

переплавить

сов. что 1. çĕнĕрен (е тепĕр хут) шăрат, шăратса ту; 2. (всё, многое) шăратса пĕтер, шăрат; переплавить тонну чугуна пĕр тонна чугун шăрат.

перескочить

сов. 1. что, через что сиксе каç, сик; 2. (скачком переместиться) сиксе ӳк, сик; 3. перен. разг. сиктер, сиктерсе хăвар, сик, куç; перескочить с одной темы на другую пĕр темăран теприн çине сик.

переход

м. 1. по гл. перейти; переход от социализма к коммунизму социализмран коммунизма куçни; 2. (место) каçă, каçма, пĕчĕк кĕпер; 3. (расстояние, проходимое ва какой-л. срок) çул, хушă; дневной переход пĕр кун каймалăх çул; 4. (коридор, галерея и т. п.) коридор, хушă.

период

м. 1. (промежуток времени) тапхăр, вăхăт; за этот период времени кутемĕн; отчётный период отчётлă тапхăр; 2. геол. тапхăр, период; ледниковый период пăрлăх тапхăрĕ; меловой период пурă периочĕ; 3. мат. период (хисепсен пĕр-пĕр ушканĕ); 4. грам. период (вăрăм предложени).

перст

м. уст. пӳрне; ◇ один как перст пĕр-пĕччен, пĕчченçи.

пикироваться

несов. пĕр-пĕрне сăмахпа хăрт, йĕплесе калаç.

плавный

прил. кал-кал, пĕр пек, тикĕс; плавная походка тикĕс утни (е утă); плавная речь тикĕс калаçу; ◇ плавные согласные лингв. «л», «р» хупă сасăсем.

плескаться

несов. 1. чăмпăлтат, чӳхен; волны плещутся хумсем чăмпăлтатаççĕ; 2. (переливаться через край) хумханса (е чӳхенсе) тăкăн; З. чĕмпĕл-чĕмпĕл ту (тăр), чăпăлтат, шампăртат; ребёнок плещется в воде ача шывра чапăлтатать; в реке плещется рыба шывра пулăсем чăмпăлт-чăмпăлт тăваççĕ; 4. (плескать друг на друга) чăмпăлтат, чăмпăлтаттар, пĕр-пĕрне сирпĕт; дети плещутся в воде ачасем шыв сирпĕтсе выляççĕ; 5. см. плескать.

побалагурить

сов. разг. сăмах вакла (е вылят), шӳт ту, пакăлтатса ил (пĕр хушă).

побраниться

сов. ятлаçса (е вăрçса) ил (пĕр-пĕринпе).

повисеть

сов. çакăнса тăр (пĕр вăхăт).

повод

м. (мн. поводы) сăлтав, май, йӳтĕм, çăмăл; без всякого повода пĕр сăлтавсăрах; ◇ дать повод кому-л. сăлтав тупса пар; по этому поводу кун пирки.

повозить

сов. кого-что илсе (е туртса, турттарса) çӳре (пĕр вăхăт).

повстречаться

сов. разг. пĕр-пĕрне тĕл (е хирĕç) пул, кур, асăрха.

поголовно

нареч. йăлтах, пурне те, пĕр çын юлми, пĕтĕмпех.

поголовный

прил. 1. пĕр пуç юлми; поголовный счёт скота выльăхсене пĕр пуç юлми шута илни; 2. йăлтах, пĕр çын (е никам); юлми, пурне те; поголовная мобилизация пурне те мобилизацилени.

подвести

сов. 1. кого-что çавăтса (е илсе) пыр (е кил); подвести лошадь к дому лашана пӳрт умне çавăтса пыр; подвести плот к берегу сулла çыран патне илсе пыр; 2. что (проложить) хывса (е туса) çитер, илсе пыр, çыхăнтар; подвести дорогу к лесосеке çула вăрман каснă çĕре хывса çитер; 3. что (подо что-л.) айне хыв (е яр), айĕн ту; подвести венец под избу пӳрт айне пĕр йӳн хыв; подвести подкоп çĕр айĕн çул ту; 4. кого-что, перен. разг. ултала, ларт, кĕрт; подвести под грех çылăха кĕрт; он может подвести ăна шанмалли çук; 5. что (сделать общий вывод) пĕтĕмлет, пĕтĕçтер, шутла; подвести итог пĕтĕмлетсе шутла; 6. что (подкрасить) сăрла, хурат; подвести брови куç харшине хурат; подвести часы сехет йĕпписене куçар (е тĕрĕс ларт); живот подвело хырăм выçрĕ; çиес килет.

подвизаться

несов. (пĕр-пĕр ĕç) ĕçле, туса пурăн (е пыр); успешно подвизаться на сцене сцена ĕçне ăнтар; подвизаться на литературном поприще литература енĕпе ĕçле.

подкопать

сов. что 1. (раскопать) айĕнчен алт (е чав); 2. разг. (вырыть часть картофельных клубней) кăларса ил; подкопать ведро картофеля пĕр витре çĕрулми кăларса ил.

подобие

с. 1. евĕр, пек, ĕренкĕ, капаш, манер, пĕр; 2. мат. пĕръевĕрлĕх.

подобный

прил. 1. ⸗лла [⸗лле], ла [⸗ле], евĕр(лĕ), йышши, майлă, манерлĕ; если что-либо подобное случится... апла-капла пулсан...; подобный тебе сан евĕрлĕ, санашкал; подобный нам пирешкел; подобный этому çакнашкал; подобные случаи çавнашкал тĕслĕхсем; 2. мат. пĕр евĕрлĕ; подобные прямоугольники пĕр евĕрлĕ тӳркĕтеслĕхсем; ◇ ничего подобного пĕртте апла мар; и тому подобное т. п.) тата ытти те (çавнашкалли) (т. ыт. те).

подол

м. чĕрçи, арка; край подола арка вĕç; целый подол яблок пĕр чĕрçи панулми.

подряд

нареч. йĕркерен, йĕркипе(х), умлă-хыçлă, хĕмĕл, пĕрин хыççăн тепри, пĕр вĕçрен (е майран); прочитать подряд сто страниц пĕр вĕçрен çĕр страница вуласа тух; рубить подряд йĕркипех каç; рассесться подряд йĕркерен ларса тух; три дня подряд шёл дождь виçĕ кун умлă-хыçлă çумăр çурĕ.

пожаться

сов. туртăнкаласа тăр, тытăнса тăр (пĕр хуша).

пожить

сов. 1. кăшт пурăн, тăр; пожить на даче дачăра пурăнса кил; 2. разг. (провести время в удовольствиях) ырă кур (пĕр хушă), пурăнса кур (ырлăхра); ◇ поживём увидим! пурăнсан куç курать!

позаниматься

сов. чем, разг. ĕçлекеле, ĕçле (пĕр хушă).

позиционный

прил. позици(ллĕ), пĕр вырăнти; позиционная война пĕр вырăнта вăрçни; позиционная оборона позици хӳтĕлесе çапăçни; позиционная игра шахм. позициллĕ вăйă.

покараулить

сов. кого-что сыхла, хуралла (пĕр хушă).

покладая

: работать не покладая рук пĕр канмасăр ĕçле.

поклевать

сов. что 1. (склевать вег) сăхса пĕтер, сăх, çи; птицы поклевали вишни чиене кайăксем çисе янă; 2. что, чего (склевать немного) сăхкала, çикеле; 3. что и без доп. (о рыбе, птице) турт, хып, сăх (пĕр хуша).

покой

м. 1. тӳлек, лăпкăлăх, тăнăç, тăнăçлăх; над озером покой кӳлĕ тавра лапкă та тӳлĕк; 2. канăç, канлĕх; всю ночь не было покоя çĕрепе канăç пулмарĕ; нет никакого покоя пĕр канăç та çук; 3. уст. (комната) пӳлĕм, пӳрт, çурт; приёмный покой йышăну пӳлĕмĕ; удалиться на покой канма кай; ĕçрен пушан, çулран тух.

покосить

сов. что 1. (скосить, выкосить) çулса пăрах (е тух); 2. что и без доп. (некоторое время) çул (пĕр хушă), çулса ил.

покрасить

сов. что 1. (покрыть краской) сăрла; 2. что (пропитать краской) пĕвет; покрасить нитки çип пĕвет; 3. что и без доп. (некоторое время) сăрла, пĕвет (пĕр вăхăт).

покрасоваться

сов. разг. илемлен, капарлан, илемлĕн (е капăррăн) курăн (пĕр хушă).

покрой

м. ĕренкĕ, тĕс, манер; покрой платья кĕпе ĕренки, кĕпене мĕнле касса çĕлени; шуба прямого покроя тӳрĕ кĕрĕк; на один покрой, одного покроя пĕр тĕрлĕ, пĕр йышши.

поладить

сов. разг. май килтер, çураç, килĕштер; они не поладили между собой вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштереймерĕç.

полный

прил. 1. тулли; полный мешок тулли михĕ; совершенно (или очень) полный туп-тулли; (с)делать полным тултар; 2. кого-чего, кем-чем тулли, пĕр; полная изба людей пӳрт тулли халăх; 3. перен. чего, чем (охваченный чём-л., исполненный чего-л.) çитни, ⸗лă [⸗лĕ], тулнă, тулли; чувство полного довольства кăмăл çитни; полный лишений нушаллă; в полной силе вăйпитти; полный раздумья шухăша путнă; 4. (абсолютный) пĕтĕмпе(х), пачах, пур енчен те; полная победа пĕтĕмпех çĕнтерни; полное разоружение пĕтĕмпех хĕçпăшалсăрланни; прийти в полную негодность пачах юрăхсăра тух; 5. (достигший должного предела) тулли, пулса çитнĕ; полные орехи тулли мăйăр; полный рабочий день яра кун; полное собрание сочинений çырнисен тулли пуххи; становиться полной (о луне) кӳплен; полный прилив шыв хăпарса çитни; полные сумерки тĕттĕмленсе çитни; в полную силу пĕтĕм вăйпа (е вăйран); 6. (упитанный) кĕрĕ, самăр, тачка, ӳтлĕ, кӳпшеке, мăнтăр; полное лицо кӳпшеке пит; ◇ полная вода тулăх шыв; полная луна тулли уйăх; полная средняя школа тулли вăтам шкул; полные формы прилагательных паллă ячĕн тулли формисем; полным-полно туп-тулли, лăк тулли.

полслова

с. çур сăмах, сăмахăн çурри; ◇ понять с полслова (или с полуслова) систернипех ăнланса ил; на полслова (для короткого разговора) пĕр-ик сăмахлăха.

полюбить

сов. кого-что юратса (е кăмалласа) пăрах, савса пăрах; юраттар; полюбить друг друга пĕр-пĕрне юратса пăрах.

помёт

м. 1. каяш, тислĕк, пăх; куриный помёт чăх пăхĕ; 2. с.., охот. пусалăх; пуслăх; щенки одного помёта пĕр пусалăх йытă çури.

попасть

сов. 1. в кого, во что, чем лек, тив, вăрăн, лектер, тиверт; попасть в цель тĕл лектер; в глаз попала соринка куçа çӳп кĕчĕ; (он) не смог попасть тивертеймерĕ; 2. (очутиться, оказаться) кĕрсе ӳк, лек, кур, çаклан; пул; попасть в беду инкеке лек; попасть в плен тыткăна лек; попасть подо что-либо аяла пул; попасть в затруднительное положение хĕсеке юл; 3. во что, на что лек, çаклан, пул; попасть на спектакль спектакле лек; 4. прост. (попасться) тĕл пул; попасть навстречу тĕл пул; 5. безл., кому-чему, разг. лек, тив, пул; уж попадёт ему когда-нибудь! пĕр те пĕр лекĕ-ха ăна!; берегись, попадёт тебе! пулать ак сана, асту!; ◇ где попало ăçта килчĕ унта; откуда попало ăçтан килчĕ унтан; что ни попало мĕн (е кам) килчĕ вăл; куда попало ăçта килчĕ унта; как попало мĕнле килчĕ çапла; попасть на глаза куç тĕлне пул; попасть в руки алла кĕр; чем (ни) попадя ал айне мĕн лекнĕ çавăнпа; попасть пальцем в небо тĕлсĕр персе яр; вожжа под хвост попала хӳри айне тилхепе лекнĕ.

попилить

сов. что и без доп. (пилить некоторое время) тат (пăчкăпа), татса ил (пĕр хуша); попилить дрова кăштах вутă тат.

попыхтеть

сов. разг. 1. хашка, хашлат, хашлатса ил (пĕр хушă); 2. перен. тăрмаш, асаплан; придётся попыхтеть асапланма тивет.

поровну

нареч. тан, пĕр пек (е тан); делить поровну пĕр пек пайла; раздать поровну пĕр тан валеçсе пар.

портрет

м. 1. портрет, сăн, ӳкерчĕк, кĕлетке; литографический портрет литографи портречĕ; писать портрет сăн ӳкер; 2. лит. сăнлăх, сăнар, сăн-сăпат; портрет главного героя романа романти тĕп герой сăнарĕ; 3. перен. евĕрĕ, пĕр пекех пулни; он портрет своего отца вăл каснă-лартнă ашшĕ.

порубить

сов. 1. что (вырубить) касса пĕтер; 2. кого-что (убить холодным оружием) касса тух, тураса тăк; 3. что, чего и без доп. (некоторое время) касса (е татса тăр, кас (пĕр хушă).

порция

ж. порци, валĕ, пай; чья это порция? ку кам пайĕ?; порциями пайăн; порция хлеба пĕр порци çăкăр.

порядок

м. 1. йĕрке, йĕркелĕх, тирпей, ĕрет, тăрлав; следить за порядком йĕркелĕхе асăрха; приводить книги в порядок кĕнекесене майла; наводить порядок во дворе картишне тирпейле; нарушать порядок йĕркене пăс; навести порядок тирпей кӳр; 2. чего (общественное устройство, строй, обычай) йĕрке, йăла; порядок жизни пурнăç йĕрки; крепостные порядки крепостла йĕрке; 3. (последовательность чего-л.) йĕрке, ĕрет, черет; алфавитный порядок алфавит йĕрки; сосчитать по порядку ĕретрен шутласа тух; рассказывать по порядку йĕркипе каласа пар; в порядке очереди черетпе; 4. (способ, метод, правила) йĕрке; порядок голосования сасăламалли йĕрке; обрядовый порядок вере; брать в принудительном порядке вăйпа ил; 5. обычно в род. п. с определением карт, шай, мĕнлелĕх; явления одного порядка пĕр картри япаласем; 6. (военное построение) йĕрке; строевой порядок строй йĕрки; 7. обл. (одна сторона улицы) йĕрке, рет, ен; улица в два порядка икĕ ретлĕ урам; ◇ в административном порядке администраци йĕркипе; призвать к порядку йĕркене кĕрт; в порядке йĕркеллĕ, йĕркеллех; в порядке вещей çапла пулмалла та; для порядка 1) (для его поддержания) йĕрке тытма, йĕркешĕн; 2) (для соблюдения правил) йăлишĕн, йĕркишĕн, ячĕшĕн; своим порядком хăй майĕпе (е йĕркипе).

посердиться

сов. çиллен, çилленсе ил (пĕр хушă).

последний

прил. 1. юлашки; последний ребёнок в семье асси, юлашки ача; я оказался в очереди последним эпĕ черетре юлашки пултăм; 2. (оставшийся к концу) юлашки; последняя краюшка хлеба çăкăр тĕпĕ, юлашки çăкăр; последние силы чун хавалĕ; 3. (предыдущий, предшествующий) юлашки; за последнее время ку яхăнта, халь хаççăн, юлашки вăхăтра; в последнюю неделю юлашки эрнере; 4. (самый новый) çĕнĕ, вĕрçĕнĕ, юлашки; последняя мода çĕнĕ мода; последние известия çĕнĕ хыпарсем; 5. (упомянутый) çав, асăннă; 6. (заключительный, решающий) юлашки, татăклă; последнее слово юлашки сăмах; 7. (высший) чи аслă, чи пысăк; последняя инстанция чи аслă инстанци; 8. (худший) чи юлашки, начар, начартан начар; последний бедняк чухăнтан чухăн çын; ◇ убрать урожай до последнего зерна тырпула пĕр пĕрчĕ юлми пухса кĕрт; до последнего вĕçне çитиччен.

последователь

м. хыççăн пыракан, вĕренекен, пурнăçласа (е тытса) пыракан (пĕр-пĕр, шухăша, вĕрентĕве).

пособник

м. пулăшакан, хутшăнакан (пĕр-пĕр усал ĕçе).

пособничество

с. пулăшни, хутшăнни (пĕр-пĕр усал ĕçе).

посохнуть

сов. 1. (засохнуть) тип; 2. (некоторое время) тип, типсе тăр (пĕр хушă); пусть немного посохнет кăштах типтĕр.

постеречь

сов. кого-что и без доп., разг. сыхла, хуралла (пĕр хушă).

постоянный

прил. 1. (непрерывный, всегдашний, обычный) татти-сыпписĕр, тăтăш, яланхи, вĕçĕм, шав, пермай; постоянные посещения вĕçĕмех кĕрсе çӳрени; постоянные крики шав кăшкăрни; постоянные дожди тăтăшах çумăр çуни; постоянные разговоры вĕçĕмсĕр калаçу; постоянное чтение татти-сыпписĕр вулани; 2. (невременный) ялан, яланхи, пĕр; постоянная работа яланхи ĕç; постоянный комитет яланхи комитет; постоянная прописка яланлăх прописка; 3. (неизменный) улшăнми, улшăнман, яланхи, яланлăх, шанчăклă; постоянные факторы яланхи факторсем; постоянная величина улшăнман хисеп; постоянный ток улшăнман ток.

постучать

сов. шакка, такка (пĕр хушă), шаккаса ил.

потанцевать

сов. что и без доп. ташла (пĕр хушă), ташласа ил.

потаскать

сов. 1. разг. что и без доп. (некоторое время) йăт, çĕкле, сĕтĕр, тулт (пĕр хушă); 2. что (все многое) йăтса (е сĕтĕрсе, вăрласа) пĕтер.

потоптать

сов. что 1. (всё или многое) тапта, таптаса тух (е пĕтер); 2. (некоторое время) тапта (пĕр хуша) таптаса ил.

поторговать

сов. кем-чем и без доп. сут, сутă ту (пĕр хушă).

потужить

сов. о ком-чём, по ком-чём, разг. хуйхăр, кулян, хуйхăрса ил (пĕр хушă).

поусердствовать

сов. разг. тăрăш, тимле (пĕр хушă).

поучить

сов. 1. что вĕрен, хатĕрле, хатĕрлен (пĕр хушă); поучить уроки урок хатĕрле; 2. кого, чему вĕрент, вĕрентсе ил.

пофрантить

сов. разг. яка тумлан, шукăллен, янкăслан (пĕр хушă).

похныкать

сов. разг. нăйкăш, йынăшкала (пĕр хушă).

похохотать

сов. ахăлтат, ахăр, кул (пĕр хушă).

поцарапать

сов. кого-что 1. (царапнуть несколько раз) чăрмала, чĕрсе (е чĕркелесе) ил (е пĕтер); 2. чăрмала, чĕркеле (пĕр хушă).

поцеловаться

сов. чупту, тута ту (пĕр-пĕринпе).

почитать

сов. кого-что и без доп. вула, вуласа ил (пĕр хушă); взять почитать журнал журнал вулама ил; давай почитаем вуласа пăхар-ха.

пошалить

сов. айкаш, алхаç (пĕр хушă).

пошевелить

сов. что, чем хускат, тапрат, пăркала; ни одним пальцем не могу пошевелить пĕр пӳрнене те тапратаймастăп.

пощеголять

сов. разг. капăрлан, шукаллен, янкăслан (пĕр хушă).

право

с. 1. право, права, тивĕçлĕх; законодательное право закон кăлармалли право; авторское право автор прави; избирательное право суйлав прави; поражение в правах правасăр юлни; восстановление в правах правăсене тавăрни; права гражданства гражданлăх прависем; право на труд ĕçлев прави; законное право законлă тивĕçлĕх; 2. (основание причина) ирĕк, сăлтав; какое вы имеете право? кам ирĕк панă сире?; 3. мн. права разг. (документ) право; водительские права шофер прави; ◇ на правах кого-л. кам е мĕн пулса; на равных правах пĕр шайра, тан.

пре

приставка 1. глагол тăвать, çакна пĕлтерет: 1) куçнине, улшăннине, пĕр япаларан тепĕр япала тунине е пулса танине: преобразовать улăштар; 2) ĕç ытла та вăйлă пулса иртнине: преуменьшить пĕчĕклет; 3) переприставка пĕлтерĕшĕсене: преступить урлă каç; 2. паллă ячĕ е наречи тăвать, япалан е ĕçĕн палли питĕ вăйлă пулнине пĕлтерет: премилый питĕ кăмаллă; преспокойно питĕ лăпкă.

предубеждение

с. малтанах пĕр-пĕр шухăш йышăнни.

преемственный

прил. ⸗ран [⸗рен] (е ⸗тан [⸗тен], ⸗а [⸗е] куçса пыракан, чăн пулса кайнă; преемственное происхождение видов чĕрчун тĕсĕсем пĕр-пĕринчен пулса кайни.

при⸗

приставка 1. глагол умĕнче çаксене пĕлтерет: 1) çитнине, пынине, килнине: прибежать чупса пыр; привезти турттарса кил; приплыть ишсе кил; 2) туса çитернине: приготовить хатĕрлесе хур; приучить вĕрентсе çитер; 3) çывхарнине, çывхартнине, çумне тунине: приставить çумне тăрат (е ларт); притронуться тĕкĕн; 4) пĕрлешнине, пĕрлештернине: привязать çых; пришить çĕлесе ларт; 5) хĕстерсе хунине: придавить пусар; прижать хĕстер; 6) ху валли е ху патналла тунине: приманить астар, илĕрт; присвоить йышăн, хăвна ил; притянуть туртса ил; 7) хушса е тата тунине: прикупить татах ил; присчитать хушса шутла; 8) ĕç вĕçне çитиччен пулманнине: приоткрыть кăшт уç; приутихнуть кăшт лăплан; 9) мĕне те пулин туса пĕтернине: прирезать пусса пĕтер; 10) пĕр ĕç тепĕр ĕçпе ылмашлă е майлă пулнине: приплясывать ташла-ташла ил; 2. ятсем умĕнче «патĕнче», «патĕне», «çывахĕнчен», «çывăхĕнчи», «таврашĕнче», «таврашĕнчи» тенине пĕлтерет: пригород хула хĕрри; прибрежный шыв хĕрринчи; приусадебный кил çумĕнчи.

привыкнуть

сов. 1. с неопр. (приобрести привычку) хăнăх, вĕрен, хăнăхса çит (е пыр), вĕренсе çит; заставлять привыкнуть к кому-чему. хăнăхтар; привыкнуть к работе с молодых лет çамрăклах ĕçе хăнăх; 2. к кому-чему и без доп. (свыкнуться) хăнăх, вĕрен, çулăх, илен; привыкнуть друг к другу пĕр-пĕрне хăнăхса çит; привыкнуть к рукам (о ребёнке) алла вĕрен.

привычный

прил. 1. (вошедший в привычку) вĕреннĕ, хăнăхнă, вĕренсе (е хăнăхса) çитнĕ, хăнăхуллă; привычные руки хăнăхса çитнĕ алăсем (пĕр-пĕр ĕçе) 2. (обычный) яланхи, кулленхи, йăлана кĕнĕ, аса кĕрсе юлнă; привычные с детства поля мĕн пĕчĕкрен аса кĕрсе юлнă уйсем.

приглянуться

сов. разг. килĕш, кăмăла кай; мне приглянулась одна девушка мана пĕр хĕр кăмăла кайрĕ.

приём

м. 1. по гл. принять; приём в партию партие илни; часы приёма йышăнмалли вăхăт; приём заявлений заявленисем йышăнни; 2. (встреча) йышăну, кĕтсе илни, йышăнни; правительственный приём правительство ирттернĕ йышăну; 3. (способ) май, мел, меслет, ăслай; акробатические приёмы акробат ăслайĕсем; работать новыми приёмами çĕнĕ мелсемпе ĕçле; 4. (количество за один раз) сăтăрăм, тытăм, хут, астрам, тапхăр; в один приём пĕр астрам; закончить дело в один приём ĕçе пĕр тытăмра пĕтер.

прилечь

сов. 1. (лечь ненадолго) кăшт вырт, выртса ил; 2. (пригнутьсяо растениях) вырт, ӳк; трава прилегла к земле курăк лăп выртнă; 3. (опуститься, осесть) лар, вырт (тусан); 4. (расположиться, плотно касаясь) тачă вырт, тачă çыпçăн; доски плотно прилегли друг к другу хăмасем пĕр-пĕрин çумне тачă çыпçăнса выртрĕç.

приравнять

сов. кого-что к кому-чему танлаштар, пĕр шая ларт, пĕр карта кĕрт.

приравняться

сов. разг. танлаш; шайлаш, пĕр пек (е тан) пул, пĕр шая лар, пĕр карта кĕр.

приспособиться

сов. хăнăх, вĕрен, майлаш, çыпçăн, меллен, юрăхлă пул; они никак не могут приспособиться друг к другу вĕсем ниепле те пĕр-пĕрне хăнăхса çитеймеççĕ.

приступить

сов. 1. к чему пуçла, тытăн, пикен, пуçăн; приступить к тканью кăнăçтар; сразу же приступить к чему-л. çийĕнчех тытăн; приступить к работе ĕçе пуçăн; 2. к кому-чему, уст. (близко подойти) патне (е çывăхне) пыр, çывхар; 3. с чем, уст. (настойчиво обратиться) çыпçăн, тапăн, çулăх, йӳтет (пĕр-пĕр ыйтупа).

притащить

сов. кого-что сĕтĕрсе пыр (е кил), туртса пыр (е кил), çĕклесе пыр (е кил), йăтса кил (е пыр), вăйса кил; он притащил целую охапку сена вăл пĕр çĕклем утă вăйса килчĕ.

приурочить

сов. что, к чему тӳр(ĕ) килтер (е пĕр, тĕл) килтер; приурочить приезд к празднику уяв тĕлне килмелле ту.

причастный

прил. к чему хутшăннă, пĕрле пулнă, çыхлайнă; быть причастным к чему-либо пĕр-пĕр ĕçе хутшăн.

причт

м. церк. причт (пĕр чиркуре ĕçлекенсен йышĕ).

про⸗

приставка; глагол умĕнче çаксене пĕлтерет: 1) урлă, витĕр пулнине (е тунине): протечь (хушăк витĕр) юхса тух; 2) шăтарнине, йĕр, çул тунине: пробурить пăрала; прогрызть касса (е кăшласа) шăтар; 3) патĕнчен, çумĕнчен, çуммипе иртнине, кайнине: пробежать чупса ирт; 4) ĕçе вĕçленине: пропеть юрласа пар (е пĕтер); 5) пĕр вăхăт хушши тунине: пробегать чупса ирттер (вăхăта); 6) сиен, хуйхă, шар курасси патне илсе пыракан ĕçе: проглядеть асăрхамасăр юл.

проварить

сов. что 1. (сварить до готовности) пĕçерсе çитер, лайăх пĕçер (е вĕрет); 2. что и без доп. (в течение какого-л. времени) пĕçерсе ирттер (вăхăта), пĕçер (пĕр хушă); 3. что, тех. шăратса çыпăçтар.

провариться

сов. 1. (свариться до готовности) пиçсе çит; 2. (в течение какого-л.; времени) пиç, вĕре, пиçсе лар (пĕр хушă).

провисеть

сов. çакăнса тăр (пĕр хушă); бельё провисело целый день кĕпе-йĕм кунĕпех çакăнса тăнă.

провокация

ж. 1. провокаци (сутăнчăкла хăтланни; усал шухăш тытса хĕтĕртни); 2. мед. провокаци, хĕтĕртни (пĕр-пĕр чир паллисене юриех тапратни).

прогладить

сов. 1. что якат, утюгла, якатса тух (е хур, пĕтер); 2. что и без доп. (некоторое время) якат, утюгла (пĕр хушă); весь день прогладить бельё яра куна кĕпе-йĕм утюгласа ирттер.

проглотить

сов. 1. кого-что çăт, хып, çăтса (е хыпса) яр, хыпса çăт; быстро проглотить йăнкăлт çăтса яр; проглотить с шумом лăнкăрт çăт; 2. что, перен. разг. чăт; проглотить обиду кӳрентернине чăт; 3. что, перен. разг. хăвăрт (е йăпăр-япăр) вуласа тух; я проглотил эту книгу за один день эпĕ ку кĕнекене пĕр кунтах вуласа тухрăм; ◇ будто аршин проглотил йĕтĕр çăтнă; проглотить язык ан чĕн, шăпăрт пул; можно язык проглотить чĕлхӳне çăтса яран.

прогореть

сов. 1. (выгореть до дыр) çунса шăт (е тух); 2. (сгореть) çунса пĕт (вутă); 3. перен. разг. (потерпеть неудачу) путлан, ан ан, ан тух(ĕç); дело прогорело ĕç тухмарĕ; 4. (гореть в течение какого-л. времени) çун (пĕр вăхăт); костёр прогорел до утра кăвайт ирчченех çунчĕ.

продумать

сов. 1. что шухăшласа пăх, тĕплĕ шухăшла; продумать план работ ĕç планне тĕплĕн шухăшласа ту; 2. (некоторое время) шухăшла, шухăшласа тăр (е лад) (пĕр хушă).

проездить

сов. 1. (провести время в езде) çул çӳресе ирттер, çул çӳре (пĕр хушă); 2. что, разг. (истратить на поездку) çул çӳресе пĕтер (укçана-мĕне).

прождать

сов. кого-что, чего кĕт, кĕтсе тăр (е лар, ирттер); я прождал его целый час эпĕ ăна пĕр сехет кĕтрĕм.

прозвонить

сов. 1. (о звонке, колоколе) чан çап, шăнкăравла, шăнкăртаттар; 2. (звоном возвестить) чан çапса (е шăнкăрав шăнкăртаттарса) пĕлтер, шăнкăравла; 3. (в течение какого-л. времени) чан çапса (е шăнкăравласа) тăр (пĕр хушă).

проканителиться

сов. разг. муталаш (пĕр хуша), аппалан, çăрăл, муталашса пĕт (е ирттер); так и проканителились весь день çапла муталашсах кун иртсе кайрĕ.

прокурить

сов. 1. что, разг. (пропитать дымом) чĕлĕм шăрши çаптар, туртса тултар; 2. что, разг. (израсходовать на курение) туртса пĕтер (тапак, укçа); 3. что и без доп. (в течение какого-л. времени) туртса ирттер (пĕр хушă).

пролежать

сов. 1. вырт, выртса ирттер; пролежать месяц в больнице больницăра пĕр уйăх выртса ирттер; 2. что, разг. (отлежать) выртса шăтар, ыратакан пуличчен вырт.

пролететь

сов. 1. что и без доп. вĕç, вĕçсе ирт (е кай, пыр); пролетела стайка птиц пĕр кĕтӳ кайăк вĕçсе иртрĕ; 2. что и без доп., разг. (промчаться) вĕçтерсе ирт (е кай, иртсе кай); 3. (о времени) сисĕнмесĕр(ех) ирт (е иртсе кай).

пролечиться

сов. эмеллен, сывал, сиплен (пĕр хушă).

промедление

с. по гл. промедлить; без промедления вăраха ямасăр, пĕр тăхтамасăр.

прометаться

сов. (какое-л. время) ăшаланса вырт (е çӳре) (пĕр хуша).

промолвить

сов. что и без доп., разг. кала, каласа хур, сăмах хуш, çăвар уç; он не промолвил ни слова вăл пĕр сăмах та чĕнмерĕ.

промучить

сов. кого асаплантар, асаплантарса усра (е тăр) (пĕр хушă).

промучиться

сов. асаплан (пĕр хушă), асапланса тăр (е ирттер).

проносить

сов. 1. что тăхăн, тăхăнса çӳре (пĕр хушă); долго проносить костюм костюма нумай тăхăнса çӳре; 2. кого йăтса (е илсе) çӳре (нумай вăхăт хушши); 3. что, разг. (износить) тăхăнса çĕт (е пĕтер).

пропариться

сов. 1. хĕр, пиç, пăшăхлан, вĕрилен, пăслан; 2. (в бане) çапăн (пĕр хушă).

пропасть

сов. 1. çухал, пĕт, çĕт, путлан, пут; у меня пропала книга манăн кĕнеке çухалчĕ; пропасть без вести хыпарсăр çухал; куда ты пропал? ăçта кайса путлантăн?; 2. (утратиться) пĕт, пĕтсе лар (е кай), çĕт, тытăн; у меня пропал голос манăн сасă çĕтрĕ; зрение у него пропало вăл курми пулнă; 3. (погибнуть) пĕт, вил, тĕп пул; ах, я пропал! ай-уй, пĕтрĕм-çке!; пропала моя голова! пĕтрĕ пуç!; с ним не пропадёшь унпа пĕтес çук; 4. (пройти бесполезно) харама (е сая) кай, пĕт; пропасть зря харама кай; пропала молодость çамраклăх сая кайрĕ; целый час пропал даром пĕр сехет ахалех пĕтрĕ; ◇ пиши пропало пĕтрĕ те; пропади пропадом! путланманскер!

пропеть

сов. 1. что и без доп. юрла, юрласа тух (е пар, ил); (о петухе) авăт; 2. что, разг. (потерять голос) юрласа пĕтер, юрлайми пул; 3. (в течение какого-л. времени) юрла (пĕр хушă), юрласа ирттер (вăхăта).

проповедник

м. вĕрентӳçĕ, проповедник (1. пĕр-пĕр шухăша халăх хушшине саракан; 2. пĕр-пĕр тĕн вĕрентĕвне саракан).

пропуск

м. 1. по гл. пропустить; без пропуска пĕр сиктермесĕр; пропуск слова в тексте текстра сăмах сиксе юлни; 2. (мн. пропуска) (документ) пропуск, кĕмелли хут; 3. (мн. пропуски) сиктерни, хăварни; посещать лекции без пропусков лекцисене сиктермесĕр çӳре; 4. (мн. пропуски) (в тексте и т. п.) сиктерсе хăварнă вырăн, сиктерчĕк, сикчĕ; с пропусками сиктерчĕклĕ, сикчĕллĕ.

проронить

сов. что и без доп. сăмах чĕн (е хуш, кала); не проронить ни слова пĕр сăмах та ан чĕн.

просидеть

сов. 1. (провести время сидя) лар, ларса ирттер (е ирттерсе яр); 2. (остаться, пробыть) лар, пул; просидеть два года в одном классе пĕр класра икĕ çул лар; 3. что, разг. (продавить, протереть) ларса якат (е кивет), ларса лапчăт, ларса шăтар (е çĕт), ⸗ччен лар; просидеть диван дивана ларса пăс; просидеть брюки шăлавар çĕтĕличчен лар.

прослужить

сов. 1. (пробыть на службе) службăра тăр, ĕçле; прослужить всю жизнь на одном месте пурнăçа пĕр çĕрте ĕçлесе ирттер; 2. (пробыть в употреблении) чăт, пыр, тӳс; пальто прослужило пять лет пальто пилĕк çула пычĕ.

проспать

сов. 1. (в течение какого-л. времени) çывăр (пĕр хушă), çывăрса ирттер; 2. что и без доп. çывăрса юл (е ирттерсе яр).

проспорить

сов. 1. что и без доп. (проиграть) тавлашса выляса яр; 2. (в течение какого-л. времени) тавлаш (пĕр хушă), тавлашса ирттер; проспорить всю ночь çĕрĕпе тавлаш.

простирать

сов. 1. что, разг. (выстирать) çуса (е ухса, чӳхесе) тасат; 2. что и без доп. (в течение какого-л. времени) çуса (е ухса, чӳхесе) ирттер, çу, ух, чӳхе (пĕр хушă).

простой

м. чарăну, ĕçлемесĕр тăни; работать без простоев пĕр чарăнусăр ĕçле.

простоять

сов. 1. тăр, тăрса ирттер; неподвижно простоять десять минут пĕр хускалмасăр вунă минут тăр; 2. (пробыть на стоянке) пул, тăр, чарăнса тăр (пĕр хуша); 3. (бездействовать) ан ĕçле, ахаль (е чарăнса, ĕçлемесĕр) тăр; машина простояла полсмены машина çур смена ĕçлемесĕр тăчĕ; (сохраниться, продержаться) чăт, пыр, тăр, лар; дом простоял сто лет çурт çĕр çул ларнă.

прострочить

сов. 1. что çĕлесе (е йĕппе чиксе) тух; прострочить рукава на машинке кĕпе çаннине машинăпа карлаттарса тух; 2. разг. (произвести серию выстрелов) шатăртаттар (пĕр хушă), шатăртаттарса ил; прострочил пулемёт пулемёт шатăртаттарса илчĕ.

простукать

сов. 1. что и без доп. (сообщить стуками), шаккаса пĕлтер (е хыпарла); 2. кого-что, мед. шаккаса пăх, итле (чирлĕ çын кăкăрне); 3. что и без доп. (в течение какого-л. времени) шакка, шаккаса лар (пĕр хушă), шаккаса ирттер.

просып

м.: без просыпу разг. пĕр вăранмасăр, вăрана пĕлмесĕр (çывăр).

протанцевать

сов. что и без доп. ташласа ил (пĕр хушă), ташласа ирттер (вăхăт).

протестантство

с. рел. протестантство (христиан тĕнĕн пĕр тĕсĕ).

проткать

сов. 1. что укала, эрешле, çĕклесе (е ывăтса) тĕрт, ывăт, ывăтса тух; белая основа проткана красными нитками шурă çине хĕрлĕ ывăтса тухнă; 2. (в течение какого-л. времени) тĕрт, тĕртсе лар (пĕр хушă).

прохладный

прил. 1. сулхăн, уçă, сивĕрех; прохладный день сулхăн кун; прохладная вода сивĕрех шыв; становиться прохладным сулхăнлан; 2. перен. сивĕ(рех), кăмăлсăр (тарах); их отношения стали прохладными вĕсем пĕр-пĕринчен кăшт сивĕнчĕç.

прочитать

сов. 1. что и без доп. вуласа тух (е пĕтер); 2. что (продекламировать) кала, каласа пар; прочитать наизусть пăхмасăр кала; 3. что, перен. кур, вула, пĕл, сис; прочитать по глазам куçран пăхса(х) пĕл; 4. что и без доп. (какое-л. время) вуласа лар (е ирттер), вула (пĕр хушă) прочитать всю ночь çĕрĕпех вула.

прошуметь

сов. 1. шавласа ил (е ирт, кай, ирттер), шавла (пĕр хушă) 2. перен. разг. янăра, янăраса кай, сарăл.

прямой

прил. 1. (ровный) тӳрĕ, тикĕс, яштак(а), йăрăç; (о дереве) шулака; (о носе) тӳрткен, пукле; прямая линия туп-тӳрĕ йĕр; прямая дорога тӳрĕ çул, пӳкле çул; 2. (не вьющийсяо волосах) йăшăркка (çӳç, çăм); 3. (непосредственно связывающий) тӳрĕ, тӳрех, тӳррĕнех; поезд прямого сообщения çул вĕçне çитиех каякан поезд; говорить по прямому проводу телефонпа тӳррĕнех калаç; 4. (непосредственный) тӳрĕ; прямые выборы тӳрĕ суйлав; 5. (откровенный) тӳрĕ; уçă; прямой человек тӳрĕ çын; 6. (явный) кĕретех, чăннипе, чăн-чăн; прямой обман чăн-чăн суя; 7. в знач. сущ. прямая ж. мат. тӳрĕ йĕр; прямое значение слова или прямый смысл слова сăмахăн тӳрĕ пĕлтерĕшĕ; прямая дорога или прямой путь чи кĕске (е тӳрĕ) çул (пĕр-пĕр ĕç тумалли); прямая речь грам. урăх çын сăмахĕ, тӳрĕ пуплев; прямое дополнение грам. тӳрĕ дополнени; прямый угол мат. тӳрĕ кĕтес; прямый наследник тĕпкĕч, еткер тивекенни; прямая кишка анат. кутана; одежда прямого покроя тӳрĕ пилĕклĕ тумтир.

пудовой

прил. пăт ⸗ĕ [⸗и], пĕр пăт кĕрекен (е туртакан).

пук

м. сĕвĕм, ывăç, пайăрка, çыхă, тăлăм; пук мочалы курăс сĕвĕмĕ; пук соломы пĕр ывăç улăм; пук волос пĕр тăлăм çӳç.

пустота

ж. 1. пушăлăх, хăвăллăх, пушă, хăвăл, пушă (е хăвăл) пулни; пустота шара шар хăвăлĕ; пустота дома пӳрт пушши; 2. перен. (пустое пространство) пушă, пушă пулни, нимĕн те (е никам та) çукки; 3. перен. (отсутствие интересов) нимле шухăш-туйăм та пулманни, пĕр шухăш-туйăмсăр пулни; 4. тех. хăвăл, пушă вырăн; пустота в литье шăраннă япалара юлнă хăвăл.

путь

м. в разн. знач. çул, çул-йĕр; воздушный путь сывлăш çулĕ; пути сообщения çул-йĕр; санный путь çуна çулĕ; водный путь шыв çулĕ; водным путём шывпа, шыв тăрăх; железнодорожный путь чугун çул; на обратном пути таврăнасла, таврăннă чух; окольным (или кружным) путём 1) çавра, тавра; 2) перен. çын-çын урлă, тӳррĕн мар; обходным путём прям. и перен. тавра çулпа; во время пути (çулпа) пынă чух; проложить путь çул уç (е хыв); сбиться с пути 1) аташ, çĕт, аташса (е çĕтсе) кай; 2) перен. çултан пăрăн, пăсăлса кай (пурнăçра-ĕçре); по пути çула май; дыхательные пути анат. сывлăш çулĕ; ◇ быть на пути к чему-л. кам-мĕн патне çывхар, çывхарса пыр; вступить на путь см. вступить; мирным путём килĕшсе, мирлĕ майпа; жизненный путь кунçул, пурнăç çулĕ; Млечный Путь астр. Кайăк хур çулĕ; единственно верный путь пĕртен-пĕр тĕрĕс çул; на верном пути тĕрĕс çулпа; наставить на путь истинный или обратить на путь истины кого-л. тĕрĕс çул çине тăрат (е илсе тух); проводить в последний путь юлашки çула ăсат (масар çине); стоять на чьём-либо пути урлă (е çула пӳлсе) тăр; счастливого пути! çулĕ телейлĕ пултăр!

пучок

м. 1. пайăрка, çупкăм, çурăм, çыхă, тăплăм, сĕвем; пучок кудели сӳс çурăмĕ; пучок мочалы пĕр сĕвем курăс; пучок травы пĕр тăплăм курăк; 2. пайăрка; пучок света çутă пайăрки.

равно

1. нареч. пĕр пек (е тан); обе равно красивы иккĕшĕ те пĕр пек хитре; 2. в знач. сказ. мат. пулать; два плюс пять равно семи иккĕ çумне пиллĕк хушсан çиччĕ пулать; все равно см. весь.

равно⸗

хутлă сăмахсен «тан», «пĕр пек» пĕлтерĕшлĕ пĕрремĕш пайĕ: равновесомый тан виçеллĕ.

равнобедренный

прил. мат. тан ураллă, икĕ пĕр тан енлĕ; равнобедренный треугольник пĕр тан енлĕ виçкĕтеслĕх.

равнодействующий

прил. тан ĕçлекен, пĕр пек палăракан; равнодействующая сила тан ĕçлекен вăй.

равнозначный

прил. пĕр тан пĕлтерĕшлĕ, пĕр пек пĕлтерĕшлĕ; равнозначные слова пĕр тан пĕлтерĕшлĕ сăмахсем.

равномерность

ж. тикĕслĕх, пĕр виçеллĕ пулни; равномерность движения куçăм тикĕслĕхĕ.

равномерный

прил. пĕр тикĕç, пĕр виçеллĕ; равномерное развитие пĕр тикĕç аталану.

равноправный

прил. пĕр правăллă, пĕр танлă, тан правăллă, пĕр тан тивĕçлĕ; равноправные нации тан правăллă нацисем.

равносильный

прил. 1. тан, тан вăйлă, танпа тан; равносильные противники пĕр тан вăйлă тăшмансем; 2. (подобный чему-л.) тан, пĕр тан пĕлтерĕшлĕ; событие, равносильное бедствию инкекпе тан ĕç.

равноценный

прил. 1. (одинаковый по цене) тан, пĕр хаклă; равноценные товары пĕр хаклă таварсем; 2. (одинаковый по ценности, по качеству) тан, пĕр пек, пĕр пек паха; равноценные работники пĕр пек работниксем.

равный

прил. 1. (одинаковый) тан, танлă, пĕр пек, танпа тан, шай; равные силы тан вăйсем; с равной скоростью пĕр пек хăвăртлăхпа; 2. (пользующийся одинаковыми правами) тан, танлă; относиться как к равному тан пăх, танлă пăх; 3. (равняющийся чему-л.) тан, шай; расстояние, равное пяти метрам пилĕк метрлă хушă; ◇ равным образом пĕр пек, пĕрешкел; çавăн пекех, çавнашкал.

равнять

несов. кого-что с кем-чем 1. (уравнивать) танлаштар, шайла, шайлаштар, тикĕсле; он всех равняет вăл пурне те танлаштарать; 2. (давать равную оценку) танлаштар, пĕр пек хакла, пĕр пек пахала; равнять с собой хăвăнпа танлаштар.

радикал

м. радикал (1. математикăри паллă; 2. хими процесĕнче пĕр йышши пĕрлешӳрен тепĕр пĕрлешĕве куçакан атомсен группи).

радиоактивность

ж. радиоактивлăх (хăш-пĕр хими элеменчĕсен атом ядри саланса пайăркаллă энерги кăларса тăни).

раз

м. 1. хут, тапхăр, ăстрăм; много раз нумай хут, нумай хутчен; в последний раз юлашки хут; в первый раз малтанхи ăстрăмра; 2. (при счёте) пĕрре, пĕр; раз, два, три пĕрре, иккĕ, виççĕ; ◇ в самый раз шăп та лăп, шăп вăхăтра; раз-другой темиçе хут; ни разу пĕрре те; иной раз тепĕр чух; как раз шăпах; раз плюнуть см. href='/s/плюнуть'>плюнуть; не раз пĕрре çеç мар, нумай хутчен; раз навсегда ĕмĕрлĕхе, татăклă; раз на раз не приходится пур чухне те пĕр пек пулмасть.

разбросаться

сов. разг. (одновременно заняться многим) сапалан, саланчăк пул, тĕрлĕ ĕçпе ĕçле (пĕр вăхăтрах).

разграничить

сов. что, прям. и перен. чикĕле, уйăр, палăрт, чикĕ ту; разграничить районы районсене чикĕле; разграничить понятия ăнлавсене пĕр-пĕринчен уйăр.

разделить

сов. 1. что между кем-чем, на что валеç, уйăр, пайла; разделить на равные части пĕр тан пайла; 2. кого-что (разъединить) уйăр; река разделила эти районы ку районсене юханшыв уйăрнă; 3. что, с кем пĕрле тӳс, пĕрле чăт; разделить чьи-либо радости и печали савăнăçĕпе хуйхи-суйхине пĕрле тӳс; 4. что (присоединиться, выразить согласие) килĕш, пĕр шухăшлă пул; я разделил ваше мнение эпĕ сирĕн шухăшпа килĕшрĕм; 5. что, мат. пайла.

разлучить

сов. кого уйăр, уйăрса яр (пĕр-пĕринчен); разлучить друзей туссене уйăрса яр.

разлучиться

сов. уйрăл, уйрăлса кай (пĕр-пĕринчен); они разлучились вĕсем уйрăлса кайнă.

размежеваться

сов. 1. чикĕ туса уйрăл, йăран туса уйрăл; 2. перен. (разграничить пределы деятельности) уйрăл (пĕр-пĕринчен).

разменяться

сов. разг. 1. чем улăштар (пĕр-пĕринпе); разменяться книгами кĕнекесене пĕр-пĕринпе улăштар; 2. перен.: разменяться на мелочи вăя вак-тĕвек ĕçпе пĕтер.

размеренный

прил. виçеллĕ, пĕр пек (е майлă); размеренный образ жизни виçеллĕ пурнăç йĕрки.

разночтение

с. лит. вариант (литература произведенийĕн пĕр-пĕр пайĕн варианчĕ).

разойтись

сов. 1. (уйти в разные стороныо многих) салан, саланса кай (е пĕт), сарăлса кай; 2. (развестисьо супругах) уйрăл; 3. (рассеяться) саланса (е сирĕлсе) пĕт, уçăлса кай; тучи разошлись пĕлĕтсем саланса пĕтрĕç; 4. перен. (разгладиться) якал, çухал, пĕт; морщины разошлись пĕркеленчĕксем пĕтрĕç; 5. перен. уйрăлса кай, пĕр пек ан пул, ан килĕш; мнения разошлись шухăшсем пĕр пек пулмареç; 6. (разъединиться) сӳтĕл, уйрăл, уйрăлса кай; швы разошлись çĕвĕсем уйрăлса кайнă; половицы разошлись урай хăмисем уйрăлса кайнă; 7. (оказаться распроданным) сутăнса (е саланса) пĕт; весь тираж книги быстро разошёлся кĕнекен пĕтĕм тиражĕ хăвăрт сутăнса пĕтрĕ; 8. (не встретиться) ылмаш пул, ан тĕл пул, тĕл пулмасăр иртсе кай; 9. (раствориться, растаять) ирĕл, ирĕлсе пĕт; сахар разошёлся сахăр ирĕлсе пĕтрĕ; 10. (усилитьсяоб осадках) вăйлан, вăйланса кай; дождь разошёлся çумăр вăйланчĕ; 11. перен. (развеселиться) хĕрсе кай, хĕрсе тума тытăн; он разошёлся и так плясал! вăл хĕрсе кайрĕ те питĕ вăйлă ташларĕ!; 12. (приобрести скорость) хытă кай, хытă кайма тытăн, хăвăрт кай; автомобиль разошёлся автомобиль хăвăрт кайма пуçларĕ.

разом

нареч. разг. 1. (одновременно) харăс, харăссăн, пĕр вăхăтра; все разом закричали пурте харăс кăшкăрса ячĕç; 2. (в один приём) пĕр харăс, пĕр хутра, пĕр тăрук; съесть все разом пĕр хутра çисе яр; 3. (сразу, мгновенно) сасартăк, хăвăрт, куç хупса иличчен.

разрастись

сов. 1. араслан, ӳссе кай, аталан, ӳссе сарăл, ашкăр, ашкăрса кай, ӳссе йышлан; роща разрослась раща ӳссе сарăлнă; за год хмель сильно разросся хăмла пĕр çултах арасланчĕ; 2. перен. (увеличиться) пысăклан, сарăл, сарăлса кай; город разросся хула пысăкланнă.

разыграть

сов. 1. что (напр. пьесу) выля, выляса (е каласа) пар; 2. кого-что (в лотерею, по жребию) вылят, вылятса яр; разыграть по жребию шăпа тăрăх вылят; 3. кого, разг. (подшутить над кем-л.) шӳтлесе ил, тăрăхла, шӳт ту; 4. что выля, выляса пĕтер; разыграть партию в шахматы шахматла пĕр парти выля; ◇ разыграть дурака ухмахлан.

раскольник

м. раскольник (1. церк. расколпа пулнă сектăн членĕ; 2. перен. пĕр-пĕр организацие ушкăнсем çине уйăрма тăрăшакан çын).

расцарапаться

сов. разг. 1. (поранить себя) чĕркеленсе (е чаваланса) пĕт; ребёнок расцарапался ача чаваланса пĕтнĕ; 2. (поранить друг друга) чавалашса (е чĕркелешсе) амант (пĕр-пĕрне).

рационализм

м. рационализм (1. филос. мĕнпур япалана тĕпчесе пĕлме пулать текен философи ĕненĕвĕ; 2. филос. пĕлĕвĕн пĕртен-пĕр çăлкуçĕăс-хакăл тесе вĕрентекен философи юхăмĕ; 3. перен. пурнăç çине ăстăнпа пăхни).

реактив

м. хим. реактив (пĕр-пĕр веществора тепĕр вещество пуррине реакци туса пĕлмелли япала).

ревизионизм

м. ревизионизм (1. полит. революциллĕ марксизма хирĕç пыракан, ăна ревизилекен буржуалла юхăм; 2. пĕр-пĕр теорие, вĕрентĕве хирĕç пыракан юхăм).

резонанс

м. 1. физ. резонанс (сасă ян кайни); 2. перен. (отзвук, отголосок) халăхра сарăлни, пурте интересленни (пĕр-пĕр ĕçпе).

рельс

м. рельс; ◇ на рельсы поставить что-л. юсаса ĕçе яр; перевести на рельсы пĕр-пĕр ĕçе куçар.

репатриация

ж. репатриаци (пĕр-пĕр сăлтава пула ют çĕршывра юлнă çынсене хăйсен тăван çĕршывне тавăрса пани).

реплика

ж. реплика (1. пӳлсе каланă сăмах; 2. театр. пĕр актёр тепĕр актёр калама пуçлас умĕн калакан юлашки сăмахсем).

реферат

м. реферат (1. наука ыйтăвĕн е кĕнекен тĕп положенийĕсене кĕскен çырса пĕлтерни; 2. пĕр-пĕр темăпа тунă доклад).

референт

м. референт (1. реферат вулакан; 2. пĕр-пĕр ыйтупа доклад тăвакан е консультаци паракан çын).

рисковать

несов. чем и без доп. теветкеллĕ, хăрушлăха пăхмасăр ту, пĕр иккĕленсе тăмасăр тытăн.

ровно

нареч. 1. (гладко) тикĕс, тан; дорога идёт ровно çул тикĕс пырать; 2. (одинаково, равномерно) пĕр тан, пĕр тикĕс; часы идут ровно сехет пĕр тикĕс пырать; 3. разг. (совсем) пачах, нимĕн те, ним те; я ровно ничего не понял эпĕ нимĕн те ăнланмарăм.

ровный

прил. 1. (о поверхности) тикĕс, такăр, тан; ровная дорога тикĕс çул; 2. (прямой) тӳрĕ; ровная линия тӳрĕ йĕр; 3. (одинаковый; равномерный) тан, пĕр тикĕс; ровный пульс пĕр тикĕс тапакан пульс; 4. (уравновешенный) тăнăç; ровный характер тăнăç характер; ровный счёт тикĕс шут; ◇ ровным счётом ничего нимĕн те мар; не ровен час сасартăк, тăрук.

ровня

м. и ж. разг. пĕр тан çын, пĕр пек çын.

роднить

несов. 1. кого с кем тăванлат, хурăнташлат, хурăнташлă ту, хăталат; 2. кого-что с кем-чем (сближать; делать сходным) пĕрлештер, пĕрпеклет, пĕр евĕрлĕ ту.

родниться

несов. 1. хурăнташлан, тăванлан, хурăнташлă пул, хăталан; 2. (сближаться; приобретать сходство) пĕрлеш, пĕрпеклен, пĕр евĕрлĕ пул.

рознь

ж. разг. 1. (вражда) хирĕçӳ, тăшманлăх; 2. в знач. сказ. пĕр мар, уйрăлса тăрать, уйрăмлăх; человек человеку рознь çынпа çын пĕр мар.

рондо

с. нескл. рондо (1. пичетлемелли шрифтăн пĕр тĕсĕ; 2. пуклак вĕçлĕ перо).

росинка

ж. сывлăм тумламĕ, сывлăм пĕрчи; ◇ маковой росинки во рту не было ăша пĕр хĕлхем те яман.

рублёвый

прил. (о денежном знаке) пĕр тенкĕлĕх (укçа); (о товаре) пĕр тенкĕ тăракан (тавар).

с

(со) предлог 1. с род. п. (на вопрос «откуда?») ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен], çинчен; встать с места вырăнтан тăр; убрать посуду со стола сĕтел çинчен кашăк-чашăк пуçтар; он вернулся с работы вăл ĕçрен таврăнчĕ; 2. с род. п. (при обозначении лица, предмета как источника, начала возникновения чего-л.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; с чего начать? мĕнрен пуçламалла?; спор начался с пустяков тавлашу пустуйранах тухса кайрĕ; 3. с род. п. (при обозначении начального момента какого-л. действия или события и в сочетаниях «с... до...») ⸗танпа [⸗тенпе], ⸗ранпа [⸗ренпе], ⸗тан [⸗тен] пуçласа; ⸗ран [⸗рен] пуçласа; с детства ачаранпа; с прошлого года пĕлтĕртенпе; с утра до ночи иртен пуçласа çĕрлеччен; 4. с род. п. (при обозначении местоположения, местонахождения предмета или лица) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен], çинчен; говорить с трибуны трибуна çинчен кала; с правой стороны сылтăм енчен; 5. с род. п. (при обозначении предмета или лица, от которого требуется или отнимается что-л.) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; получить деньги с заказчика заказчикран укçа ил; с гектара сто пудов гектартан çĕр пăт; 6. с род. п. (при обозначении предмета, являющегося оригиналом, образцом, единицей счёта) ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; брать пример с передовиков малтисенчен тĕслĕх ил; перевести с чувашского чăвашларан куçар; 7. с род. п: (на основании чего-л., следуя чему-л.) ⸗па [⸗пе], ⸗са [⸗се ], тăрăх; с разрешения директора директор ирĕк панипе; с вашего согласия сирĕнпе килĕштерсе; 8. с род. п. (по причине, по случаю чего-л.) ⸗па [⸗пе], ⸗са[⸗се ], пула; сказать со злости тарăхнипе кала; с перепугу хăранипе; с горя хуйхăпа; 9. с род. п. (при помощи, посредством чего-л.) ⸗па [⸗пе], ⸗ран [⸗рен]; писать с большой буквы пысăк саспаллинчен пуçласа çыр; кормить ребёнка с ложечки ачана кашăкпа çитер; 10. с род. п. (при обозначении способа, приёма осуществления действия) ⸗са [⸗се], ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; стрелять с колена чĕркуçленсе пер; ударить с плеча сулса ярса çап; 11. с род. п. (со словами «довольно», «достаточно», «хватит» и т. п. при указании на достаточность чего-л.) ⸗тан [⸗тен] çитет, ⸗ран [⸗рен] çитет, çителĕклĕ; довольно с тебя санран çитет; 12. с род. п. (с количественным словом употребляется при обозначении предмета, действия, необходимого или достаточного для достижения чего-л.) ⸗пах [⸗пех], ⸗сах [⸗сех]; с первого взгляда пĕрре пăхсах (е курнипех); 13. с вин. п. (приблизительно, почти) чухлĕ, яхăн, таран, пек; прожить с месяц уйăха яхăн пурăн; 14. с тв. п. (при указании на совместность, связь, сопутствование кому-чему-л.) ⸗па [⸗пе]; отец с сыном ашшĕпе ывăлĕ; хлеб с маслом çупа çăкăр; взять с собой хăвпа ил; 15. с тв. п. (при посредстве кого-чего-л. и при обозначении цели действия) ⸗па [⸗пе]; мыть с мылом супăньпе çу; явиться с докладом докладпа пыр (е кил); 16. с тв. п. (при обозначении принадлежности, обладания кем-чем-л.) ⸗лă [⸗лĕ]: женщина с ребёнком ачаллă хĕрарăм; 17. с тв. п. (при указании на содержимое или содержание чего-л.): мешок с мукой çăнăх миххи (е çăнăхлă михĕ); бутылка с молоком сĕт кĕленчи; 18. с тв. п. (в знач. образа действия) ⸗са [⸗се ], ⸗ăн [⸗ĕн]; слушать с вниманием тимлĕн итле; 19. с тв. п. (при наступлении чего-л.) çемĕн май, ⸗па [⸗пе]; с возрастом характер меняется çитĕннĕ май характер улшанать; 20. с тв. п. (при обозначении времени или события, явления, с наступлением которого осуществляется какое-л. действие или возникает какое-л. состояние) ⸗па [⸗пе] пĕрле; ⸗сан [⸗сен]; встать с зарёй шурăмпуçпе пĕрле тăр; с заходом солнца хĕвел анаспа; с жиру бесится мăнтăрпа асать; проживите с моё ман чухлĕ пурăнса пăхăр-ха; мальчик с пальчик пӳрнеккей; с минуты на минуту кĕç-вĕç, халь-халь; со дня на день паян-ыран; ни с того, ни с сего пĕр сăлтавсăр.

с⸗

(со⸗, съ⸗) приставка 1. глаголсем тăвать, çаксене пĕлтерет: 1) куçнине: сбежать из дому килтен тухса тар; свернуть с дороги çултан пăрăн; стечь юхса ан; 2) калла-малла куçнине: сходить кайса кил; сбегать чупса кайса кил; слетать вĕçсе кайса кил; 3) çыхăнтарнине, пĕрлештернине: связать çых; склеить çыпăçтар; 4) пĕрле тунине е пĕрле пулнине: сотрудничать пĕрле ĕçле; 5) (с частицей ⸗ся) тĕрлĕ вырăнтан пĕр çĕре пухăннине: съехаться килсе çит; стечься юхса пухăн; 6) (с частицей ⸗ся) пĕр-пĕринпе килĕшсе тунине: сговориться килĕшсе татăл; сработаться килĕштерсе ĕçле; 7) пĕр япалана тепĕр япаларан пăхса тунине: сличить танлаштарса пăх; списать çырса ил (пăхса); 8) ĕç пулăмне: сузить ансăрлат (е пĕр); свить верёвку вĕрен яв; 2. ĕç веçленнине кăтартакан глагол формисем тăвать: сделать туса пар (е хур); спеть юрласа пар; 3. наречисем тăваты слегка кăштах, çăмăллăн; справа сылтăмран; смолоду çамрăкран.

салон

м. салон (1. хăна йышăнмалли пӳлĕм; 2. дворянсемпе буржуази обществинчи ятлă çынсен кружокĕ; 3. пысăк пӳлĕм. сăм. гостиницăра, пăрахут çинче; 4. картинăсен выставки; 5. художествăпа искусство произведенийĕсен магазинĕ; 6. товарсене кăтартмалли тата сутмалли пӳлĕм; 7. пассажирсем ларакан вырăн самолётра, автобусра); салон-вагон салон вагон (пĕр пайĕ купесенчен, тепĕр пайĕ пысăк залран тăракан вагон).

самоотвод

м. хăйне хăй сирни (пĕр-пĕр ĕçе суйлассинчен).

самоцель

ж. пĕртен-пĕр тĕллев.

сблизить

сов. 1. что (приблизить) çывхарт (пĕр-пĕрин патне); 2. кого (сдружить) çывхарт, туслаштар.

сборный

прил. 1. (являющийся местом сбора) пухăнмалли, пуçтарăнмалли; сборный пункт пухăнмалли вырăн; 2. (состоящий из лиц, собранных из разных мест. организаций) пуçтарнă, пухнă, суйласа пухнă; сборная команда суйласа пухнă команда; 3. (состоящий из разнородных частей, элементов) пухăнчăк, пĕр йышши (е пек) мар, тĕслĕрен; сборная мебель пухăнчăк сĕтел-пукан; 4. (составной) пухса тунă; сборный дом пухса тунă çурт; сборная изба хурал пӳрчĕ.

свернуть

сов. 1. что чĕрке, чĕркесе хур; свернуть ковёр кавире чĕркесе хур; 2. что (листья) пĕтĕр, пĕр, пĕрсе хутлат, пĕтĕрсе (е пĕрсе) ларт; 3. что, разг. (изготовить, скручивая) чĕрке, çавăр; свернуть папиросу пирус чĕрке; 4. что, перен. (уменьшить, сократить) пĕр, хĕç, ансăрлат, пĕчĕклет, чакар; свернуть темпы строительства строительство хăвăртлăхне чакар; 5. кого-что и без доп. (повернуть в сторону) пăр, пăрса яр, пăрăнса кĕр; свернуть машину к вокзалу машинăпа вокзал еннелле пăр; свернуть в переулок тăкăрлăка пăрăнса кĕр; 6. что (перевести на другой предмет) пăрса яр; свернуть разговор на другую тему сăмаха урăххи çине пăрса яр; 7. что (ударом сдвинуть) пăрса (е авса) ларт; 8. что (испортить при неосторожном вращении) татса (е çĕмĕрсе) пăрах; свернуть резьбу гайки гайка картне татса пăрах; свернуть голову кому-л. мăя пăрса ларт; свернуть себе голову (или шею) ĕнсӳне хуçса пăрах.

сверстник

м. тантăш, пĕр танăш.

свести

сов. 1. кого-что (вниз) çавăтса ан (е антар); свести корову к воде ĕнене шыв хĕррине çавăтса ан; 2. кого-что (увести на другое место) пăр, пăрса кăлар, илсе тух; свести лошадь с дороги лашана çул çинчен пăр; 3. кого-что, разг. (отвести) (çавăтса) кайса яр, леçсе яр, илсе кай; свести детей в ясли ачасене яслине кайса яр; 4. кого-что, разг. (привести в одно место) пухса кил, ертсе кил; 5. кого-что с кем-чем, разг. (помочь встретиться) тĕл пултар, пĕрлештер, паллаштар; 6. что кем, разг. (установить знакомство, дружбу и т. п.) : свести дружбу туслаш; свести знакомство паллаш; свести компанию ерсе кай, пĕр ушкăн пул; 7. что (сдвинуть, соединить) пĕрлештер, пĕтĕçтер, сыпăнтар, хĕстер; свести доски пола урай хăмисене хĕстер; 8. что, спец. (завершить постройкой) тăрла; свести кровлю тăррине тăрла (вит); 9. обычно безл. что (скорчить; сжать) туртса (е хуçлатса) ларт (шăнăр); 10. кого-что во что (соединить вместе, в одно целое) (пухса) пĕрлештер; 11. что (обобщить, подытожить) пĕрлештер, пĕтĕçтер, шутласа (е танлаштарса) пăх; свести расход с приходом тăкакĕпе тупăшне танлаштарса пăх; 12. что к чему, до чего, на что (сокращая, довести до чего-л.) çитер, чакар, чакарса (е пĕчĕклетсе, сахаллатса) çитер, хăвар; свести расходы к минимуму тăкаксене май пур таран чакар; 13. что (направитьо разговорах, мыслях) илсе пыр, парса яр, куçар (калаçăва); 14. что (перерисовать) куçар, куçарса (е йĕрлесе) ӳкер; 15. что (вывести, устранить) яр, кăлар, пĕтер, тасат; свести пятно вараланчăк вырăна яр; свести концы с концами вĕçрен вĕçе çитер (е çыхăнтар); свести с ума ăсран кăлар, ухмаха ерт; свести счёты с кем-л. 1) (о денежных расчётах) тӳлесе тат, татăл; 2) (отомстить) тавăр.

свита

ж. свита (1. пĕр-пĕр ăслă пуçлăхпа пĕрле çӳрекен çынсем; 2. патша таврашĕнчи офицерсем; 3. перен., разг. обычно шутл. кампа та пулин ерсе çӳрекен çынсем).

свора

ж. 1. охот. (шнур) йытă чĕлпĕрĕ; 2. (пара или две пары собак на одном шнурĕ) мăшăр йытă, пĕр чĕлпĕрти йытăсем; 3. собир. (стая) кĕтӳ (йытă-кашкăр çинчен) 4. перен. (банда) хурах, хурах ушкăнĕ.

связать

сов. 1. что (скрепить концы) çых, çыхса ларт (е хур, пĕрлештер), сып; связать разорванную верёвку татăлнă вĕрене сып; 2. что (скрепить, обвязав) çых, çыхса хур (е ларт); связать хворост верёвкой çаппа кантрапа çых; связать одежду в узел тумтире пĕр çыхха çыхса хур; 3. что, спец. (скрепить) çых, çыхăнтар; çыпăçтар, çыпçăнтар; 4. кого-что, перен. (лишить возможности действовать свободно) çых, çыхса ларт, тăлла, тăлласа ларт; связать себя словом хăвна сăмах парса тăлласа ларт; 5. чем (устано вить сообщение между чем-л.) çыхăнтар, пĕрлештер; связать железной дорогой чугун çулпа çыхăнтар; 6. кого-что (установить сношения с кем-чем-л.) çыхăнтар, çых, çыхса ларт; связать свою судьбу с кем-л. хăвăн шăпуна кампа та пулин çыхăнтар; 7. кого-что (соединить объединить) çыхăнтар, пĕрлештер; связать теорию с практикой теорие практикăпа çыхăнтар; 8. что (изготовить вязкой) çых; связать чулки чăлха çых; связать язык кому-л. чĕлхине çырттар; связать по рукам и ногам алли-урипех тăлласа ларт; связать руки тăлласа ларт.

связка

ж. 1. çыхă; связка книг кĕнеке çыххи; 2. (вязанка дров) çĕклем; связка дров пĕр çĕклем вутă, вутă çĕклемĕ; 3. анат. çыхă, çыхă шăнăрĕ; 4. грам. пулăшу глаголĕ; голосовые связки сасă чĕлĕхĕсем.

сговориться

сов. 1. (условиться) килĕшсе калаçса татăл, сăмах тат; 2. (достигнуть взаимопонимания) ăнлан (пĕр-пĕрне) çураç, килĕштер.

сгрудиться

сов. разг. купалан, каплан, кĕпĕрлен, пуçтарăн (пĕр çĕре).

сдвинуться

сов. 1. (переместиться) куç, шу, тапран; 2. (сблизиться) çывхар, пĕрлеш, пĕр çĕрелле куçса пыр; перкелен (куç харши).

секундный

прил. 1. çеккунт ⸗ĕ [⸗и]; секундная стрелка çеккунт йĕппи; 2. (пĕр) çеккунтлăх, (пĕр) самантлăх; секундное дело çеккунтлăх ĕç.

секция

ж. секци (1. учреждении е организации специализациленĕ пайĕ, уйрăмĕ; 2. съездăн, конференции пĕр-пĕр ыйтупа ĕçлекеи пайĕ; 3. тех. сооружении темиçе детальрен е уйрăмран тăракан пайĕ).

семеро

числ. çиччĕн, çичĕ, çиччĕшĕ; семеро братьев çичĕ тăван; пришли семеро çиччĕн килчĕç; мы семеро эпир çичсĕмĕр; вы семеро эсир çичсĕр; они семеро вĕсем çиччĕш; семеро одного не ждут погов. çиччĕн пĕр çынна кĕтмеççĕ.

семинар

м. семинар (1. аслă шкулта пĕр-пĕр предметпа ирттерекен заняти; 2. квалификацией идейăпа политика пĕлĕвне ӳстермелли заняти).

сенсуализм

м. филос. сенсуализм (пĕлĕвĕн пĕртен-пĕр никĕсĕ туйăм-сисĕм пулса тăрать, текен философи вĕрентĕвĕ).

сепаратор

м. сепаратор (пĕр веществона тепĕр веществоран уйăрмалли аппарат); молочный сепаратор сĕт сепараторĕ.

сепарация

ж. сепараци (1. пĕр веществона тепĕр веществоран уйăрни; 2. полит. уйăрни, уйрăлса тăни).

сепарировать

сов. и несов. что уйăр, тасат (пĕр веществона тепĕр веществоран).

сжать

сов. что 1. (уплотнить) хĕстер, пĕр, пăчăрта, чăмăрта; 2. перен. (уменьшить, сократить) кĕскет, хĕс; сжать сроки вăхăта кĕскет; 3. (вызвать ощущение боли в душе, сердце) ыраттар, хĕс (чĕрене); 4. (сомкнуть) пăчăрта, чăмăрта; сжать губы тутасене пăчăртаса тыт.

сжечь

сов. 1. кого-что çунтарса яр; сжечь воз дров пĕр лав вутă çунтарса яр; 2. что (иссушить солнечным зноем) çунтарса яр, ĕнтсе яр; 3. что, разг. (обжечь) пĕçертсе яр, çунтарса яр; сжечь спину на солнце çурăма хĕвелпе пĕçертсе яр; 4. что (испортить сильным жаром) çунтарса (е ĕнтсе) яр; сжечь пироги кукăле çунтарса яр.

симбиоз

м. биол. симбиоз (икĕ е темиçе организм пĕр-пĕрне усă курса пĕрле пурăнни).

симптом

м. симптом (пĕр-пĕр явлении тулашĕнчен курăнакан палли); симптомы болезни чир симптомĕсем.

синонимика

ж. синонимика (1. пĕр-пĕр чĕлхери синонимсем; 2. лексикологии синонимсене тĕпчекен пайĕ).

синтез

м. синтез (1. япалана пĕтĕмĕшпе илсе унăн пайĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтарса тĕпчемелли меслет; 2. пĕрлех, пĕтемлет; 3. ансат веществосене е элементсене пĕрлештерсе кăткăс хими веществисем туни).

синхронизм

м. синхронизм (икĕ е темиçе явлени е процесс пĕр вăхăтра пулса иртни).

синхронический

прил. синхронлă; синхронизм ⸗ĕ [⸗и], пĕр вăхăтри, пĕр вăхăтра пулакан.

синхрония

ж. 1. см. синхронизм; 2. лингв. синхрони (пĕр-пĕр историллĕ тапхăрта чĕлхе явленийĕсем пĕр-пĕринпе çыхăнса, пĕр-пĕринчен килсе тăни).

систематический

прил. системăллă, системăпа; систематическиий план системăллă план; 2. (постоянный, регулярный) вĕçĕмсĕр, пĕр тăтăш, тăтăшах; систематическое повышение знаний пĕлĕве тăтăшах ӳстерсе пыни.

сказание

с. халап (пĕр-пĕр историллĕ ĕç е легенда çинчен каласа пани).

сказка

ж. 1. юмах; 2. разг. (небылица) суя; все это сказка ку пĕтĕмпех суя; ◇ сказка про белого бычка ула куракăн пĕр юрă.

сладиться

сов. 1. разг. (устроиться) майлаш, майлашса (е йĕркеленсе) кай; дело сладилось ĕç майлашса кайрĕ; 2. (согласоваться в движениях, действиях) килĕштерсе ту (е ĕçле), килĕшӳллĕ пул, килĕшсе пыр; певцы сладились юрлакансем пĕр çемĕ тупрĕç.

след

м. 1. (отпечаток) йĕр; 2. (остаток, знак после чего-л.) йĕр, паллă, тĕс; след от раны суран палли; ◇ без следа йĕрсĕр, паллисĕр; напасть на след йĕр çине ӳк; (и) след простыл (или пропал) йĕрĕ те çухалчĕ; замести следы йĕр çухат; идти по следам 1) йĕр тăрăх кай, йĕр йĕрле; 2) çулĕпе кай, хыççăн кай (пĕр-пĕр вĕрентӳ хыççăн).

слить

сов. что 1. яр, тултар (темиçе савăтран пĕр савăта); 2. (соединить посредством литья) шăратса (е ирĕлтерсе) хутăштар, пĕрле шăрат (е ирĕлтер); слить медь с оловом пăхăра тăхланпа ирĕлтерсе хутăштар; 3. (изготовить посредством литья) шăрат, шăратса ту; 4. перен. (объединить) пĕрлештер; слить два учреждения икĕ учреждение пĕрлештер; 5. (вылить, перелить) тăк; юхтар, сăрăхтар, сăрхăнтар; отварив картошку, слить воду улма пиçсен, шывне тăк; 6. (отделить) пуçтарса ил, сăрăхтарса ил; слить сливки с молока сĕтрен хăймине пуçтарса ил.

слово

с. 1. сăмах; иноязычное слово ют чĕлхе сăмахĕ; меткое слово вырăнлă сăмах; 2. (речь, язык) чĕлхе, сăмах; культура слова сăмах культури; 3. (фраза, разговор) сăмах, калани; мои слова на него подействовали манăн сăмахсем ăна витерчĕç; понять друг друга без слов пĕр-пĕрне сăмахсăрах ăнлан; 4. (повеление, мнение) сăмах, хушни, калани; последнее слово за старшим татăклă сăмаха асли калать; 5. (обещание) сăмах; держать своё слово сăмахна тыт, сăмаху çинче тăр; 6. (право говорить, выступать публично) сăмах, калаçни; дать слово сăмах пар; взять слово сăмах ил; лишить слова калаçма чар; 7. (литературное произведение, текст) сăмах, хывнă (е каланă) сăмах; слово о полку Игореве Игорь полкĕ çинчен хывнă сăмах; песни на слова Тукташа Тукташ сăмахĕсем тăрăх хывнă юрăсем; ◇ жалкие слова мĕскĕн сăмахсем; живое слово см. живой; крылатые слова см. крылатый; новое слово çĕнĕ сăмах, çĕнĕлĕх; по последнему слову науки (или техники) наукăн (е техникăн) чи çĕнĕ меслечĕпе; право слова чăн та; свобода слова сăмах ирĕклĕхĕ; сильные слова çирĕп (е хаяр) сăмахсем; честное слово тупа та, чăнах та; другими словами урăхла (е тепĕр майлă) каласан; одним словом пĕр сăмахпа каласан; слово в слово тĕп-тĕрĕс, пĕр сăмах улăштармасăр; слово за слово сăмах çумне (е хыççăн) сăмах; на словах сăмахпа; по словам каланă тăрăх, сăмахĕ тăрăх; со слов илтнĕ тăрăх; без дальних слов ытлашши сăмах вакламасăр; в двух (или в кратких, коротких, нескольких и т. п.) словах пĕр-ик сăмахпа, кĕскен; в полном смысле слова чăннипех; к слову прийтись чĕлхе вĕçне кил; к слову сказать сăмах май каласан; от слов а до слова пĕр сăмах сиктермесĕр; с первого слова пĕр сăмахран, тӳрех; с чужих слов çын сăмахĕ тăрăх; дар слова; 1) (красноречие) сăмах ăсталăхĕ; 2) (дар речи) калаçма пултарни; игра слов сăмах вăййи; набор слов сăмах купи; плетение слов ирон. (о стиле) сăмах авкалани; слов (слова) нет тавлашмалли çук; нет слов, как ... сăмахпа каласа пама çук; бросать слова на ветер сăмах вĕçтер; взять (брать) свои слова обратно хăвăн сăмахна каялла ил; глотать слова сăмах çăт (ăнланмалла мар хăвăрт калаç); замолвить слово за кого-л. хута кĕрсе сăмах кала (е хуш, чĕн); тратить слова понапрасну (или попусту, зря и т. д.) пустуй калаç, пуш сăмах вакла; бросаться словами см. бросаться; играть словами; 1) сăмах вылят; 2) ытарлă кала, юптар; поминать добрым словом см. поминать; верить на слово сăмаха шан; висеть (или держаться и т. п.) на честном слове аран-аран тытăнса тăр; ловить на слове (или словах) сăмаха çыпçăн, сăмахран сăлтав ту; быть господином (или хозяином) своего слова хăвăн сăмаххупа ху хуçа пул; не говоря худого (или дурного) слова сив сăмах каламасăр, чĕрре кĕмесĕр; не добиться слова см. добиться; не лезть за словом в карман см. лезть; он не может (или не умеет) связать двух слов вăл икĕ сăмах та çавăрса калама пултараймасть; не находить слов для чего-л., слов для чего-л. не хватает сăмах тупаймасăр аптраса тăр; поймать на слове сăмаххипе тыт; перейти от слов к делу сăмахран ĕçе куç; живого слова не услышишь никампа калаçса илме çук; слово не воробей, вылетитне поймаешь посл. сăмах çерçи мар, çăвартан тухсан тытаймăн.

словом

вводн. сл. пĕр сăмахпа, пĕр сăмахпа (е кĕскен) каласан; словом, вопрос этот нужно изучить пĕр сăмахпа каласан, ку ыйтăва тĕпчемелле-ха.

слоговой

прил. 1. лингв. сыпăк ⸗ĕ [⸗и]; 2. см. слогообразующий; ◇ слоговое письмо сыпăклă çыру (кашни паллă пĕр сасса мар, шпака пĕлтерни).

слоновость

ж. слон чирĕ (кĕлеткен пĕр-пĕр пайĕ шыçни, тăртании).

смаковать

несов. что, разг. 1. киленсе ĕç (е çи), тутине туйса ĕç (е çи); 2. перен. килен, савăн (пĕр-пĕр ĕç тунă чух); говорить, смакуя каждое слово кашни сăмахнех киленсе кала.

сморгнуть

сов. что мăч-мăч хупса тасат (куçа); сморгнуть слёзы куçа мăч-мăч хупса куççультен тасат; ◇ не сморгнув (глазом) пĕр шутласа тăмасăр.

собрать

сов. 1. кого-что пух, пуçтар; собрать людей çын (е халăх) пуçтар; собрать книги в сумку кĕнекесене сумкăна пуçтарса хур; 2. кого (снарядить) пуçтар, хатĕрле, пуçтарса (е хатĕрлесе) кăларса яр; собрать детей в дорогу ачасене çула пуçтар; 3. что (подать на стол) ларт, хатĕрле (сĕтел çине) хатĕрлесе ларт; 4. что во что (соединить,сложить) пух; собрать волосы в косу çӳсе пухса çивĕтле; собрать цветы в букет чечек пухса çыхă ту; 5. что (сделать складки, сборки) пĕр, пĕрме (е пĕр мечĕ) ту; 6. что (механизм, устройство) пух; собрать часы сехет пух; 7. что (составить, скопить) пух; собрать коллекцию марок маркăсен коллекциие пух; 8. что (налоги, взносы и т. п.) пух, пуçтар; собрать взносы взнос пух; собрать сведения сведенисем пух; 9. что (набрать травы, плодов и т. п.) пух, пуçтар, тат; собрать грибы кăмпа тат; собрать хворост çатрака пуçтар; собрать огурцы хăяр пуçтар; 10. что (напрячь силы, мысли) пух; собрать все силы пĕтĕм вăя пух.

собственно

1. вводи. сл. (в сущности) тĕрĕссипе, тӳррипе каласан; собственно, он прав тӳррипе, тĕрĕслĕх ун енче; 2. в знач. частицы хăй, кăна, çеç, чăн-чăн; Волжскую систему составляют собственно Волга и её притоки Атăл систеине Атăл хăй тата унăн юпписем кĕреççĕ; скажу несколько слов собственно вам пĕр-ик сăмах эпĕ сире хăвăра кăна калатăп; ◇ собственно говоря тĕрĕссипе каласан.

совместимость

ж. килĕшӳлĕх, çураçулăх, килĕшсе тăни, пĕр-пĕринпе килĕшсе (е сураçса) тăни; совместимость понятий ăнлавсем пĕр-пĕринпе килĕшсе тăни.

совместимый

прил. килĕшӳллĕ, çураçуллă, килĕшсе тăракан, пĕр-пĕринпе килĕшсе (е çураçса) тăракан; совместимые понятия пĕр-пĕринпе килĕшсе тăракан ăнлавсем.

совместительство

с. совместительство (пĕр вăхăтрах темиçе ĕçре ĕçлени); работать по совместительству икĕ çĕрте ĕçле.

совмещать

несов. что 1. (выполнять одновременно) пĕр вăхăтра ту (е туса тăр, ĕçле); совмещать две должности икĕ ĕçре ĕçле; совмещать работу с учёбой ĕçленĕ вăхăтрах вĕрен; 2. в ком-чём (одновременно содержать в себе) пĕрлештерсе (е çыхăнтарса) тăр, килĕштерсе çыхăнтар; совмещать различные свойства тĕрлĕ пахалăхсене пĕрлештерсе тăр; 3. мат. тĕл ту, тĕл килтер.

совмещаться

несов. 1. (выполняться одновременно, сочетаться) пĕр вăхăтра пулса пыр; учёба у него совмещалась с работой вăл ĕçленĕ хушăрах вĕреннĕ; 2. в ком-чём (объединяться в одном лице, предмете) пĕр вăхăтрах... пул, пĕрлешсе тăр; 3. (соединяться) пĕрлеш, çыхăнса тăр; 4. мат. тĕл кил, тĕл пул, пĕр кил, тӳр кил.

совпадение

с. 1. (одновременность) пĕр килни, пĕр вăхăтра пулни; 2. (сходство, общность) пĕрпеклĕх, пĕрьевĕрлĕх, пĕрлĕх; 3. (соединение, сочетание) пĕрлешни.

совпасть

сов. 1. с чем (во времени) пĕр вăхăтра пул (е кил), тĕл кил, тӳр кил; день его приезда совпал с праздником вăл килнĕ кун уявпа тĕл килчĕ; 2. (оказаться общим, однородным) пĕр пек пул, пĕр кил; мнения их совпали вĕсен шухăшĕсем пĕр; килчĕç; 3. (соединиться, слиться) пĕрлеш.

современник

м. пĕр вăхăтри, пĕр вăхăтра пурăннă (е пурăнакан) çын; современник Пушкина Пушкинпа пĕр вăхăтрисем.

согласный

прил. 1. кратк. ф. (выражающий согласие) килĕш, çураç; я согласен эпĕ килĕшетĕп; 2. с кем-чем (солидарный) пĕр шухăшлă, татуллă, килĕшӳллĕ; я согласен с этим мнением эпĕ ку шухăшпа килĕшетĕп; 3. разг. (мирный, дружный) килĕшӳлле, çураçуллă, татуллă; 4. (гармоничныйо музыке, пении) килĕшӳллĕ.

сожитель

м. 1. (по комнате) пĕрле пурăнакан, пĕр пӳлĕмре (е хваттерте) пурăнакан; 2. уст. (любовник) еркĕн; 3. уст. (муж) упăшка.

созвучие

с. 1. муз. сасăсен ĕнерӳлĕхĕ, ĕнерӳллĕ сасăсем; 2. (гармония) сасăсен килĕшĕвĕ; 3. (сходное, подобное звучание) сасăсен евĕрлĕхĕ, пĕр евĕрлĕ сасăсем.

созвучный

прил. 1. (имеющий сходное звучание) ĕнерӳллĕ, килĕшӳллĕ (сасăсем); 2. (внутренне сходный) пĕр кĕвĕллĕ, килĕшӳллĕ; произведение, созвучное эпохе саманапа пĕр кĕвĕллĕ произведени.

сойтись

сов. 1. (встретиться) тĕл (е хирĕç) пул; 2. (собраться) пуçтарăн, пухăн; сошлись знакомые и друзья пĕлĕшсемпе туссем пуçтарăннă; 3. (сдружиться) туслаш; 4. (вступить в сожительство) пĕрлеш, çыхлан, çыхланса кай (арçынпа хĕрарăм); 5. (совпасть) пĕр (е тĕл, тӳр) кил; мнения сошлись шухăшсем пĕр килчĕç; 6. (сговориться) килĕшсе (е калаçса) татăл; сойтись в цене хак пирки килĕшсе татăл; 7. (сблизившись, соприкоснуться) хуплаш, пĕрлеш, тĕкĕн; пиджак не сошёлся на груди пиншак кăкăр тĕлĕнче хуплашмарĕ; ◇ свет не клином сошёлся, земля не клином сошлась см. клин.

солидаризироваться

сов. и несов. пĕр шухăшлă пул.

солидарность

ж. пĕршухăшлăх, пĕр шухашлă пулни; международная солидарность трудящихся пĕтĕм тĕнчери ĕççыннисем пĕр шухăшлă пулни.

солидарный

прил. пĕр шухăшлă, пĕр кăмăллă.

соло

1. с. нескл. муз. соло (пĕр инструмента калама, пĕччен юрлама е пĕччен ташлама çырнă музыка произведенийĕ е унăн сыпăкĕ); 2. нареч. соло, пĕччен (юрлани, калани е ташлани).

сомкнутый

прил. пĕр тăтăш, тачă, татти-сыпписĕр; сомкнутый строй пĕр тăтăш строй.

сообщник

м. каварçă, пĕр каварлă çын.

соответствиие

с. килĕшӳлĕх, тĕл (е пĕр, тӳр) килни, килĕшсе тăни; соответствие идеи и формы идейăпа форма килĕшсе тани; ◇ в соответствиии с чем-л. килĕштерсе, килĕшӳллĕ.

соответствовать

несов. кому-чему килĕш, килĕшсе тăр, тĕл (е пĕр, тӳр) кил; сведения соответствуют действительности хыпарсем тĕрĕс.

соотечественник

м. ентĕш (пĕр çĕршывра çуралнă çын).

соплеменник

м. уст. пĕр йăх çынни.

соподчинение

с. 1. по гл. соподчинить; 2. грам. пĕр евĕрлĕ пăхăнни.

соподчинённый

прил.: соподчинённые предложения грам. пĕр евĕрлĕ пăхăнуллă предложенисем.

соподчинительный

прил.: соподчинительная конструкция грам. пĕр евĕрлĕ пăхăну конструкцийĕ.

соподчинить

сов. 1. кого-что кому-чемд пĕр евĕрлĕ пăхăнтар; 2. грам. пĕр евĕрлĕ пăхăнуллă çыхăнтар.

сопредельный

прил. юнашар, çывăх, пĕр чикĕллĕ; сопредельные земли пĕр чикĕллĕ çĕрсем; сопредельные понятия çывăх ăнланусем.

сопровождаться

несов. 1. (происходить одновременно) пĕрле (е пĕр вăхăтра) пул,... чух пул; дождь сопровождался ветром çумăр çиллĕ пулчĕ; 2. (влечь за собой) хыççăн пул, илсе кил; жара сопровождается грозами шăрăх çанталăк хыççăн аслатиллĕ çумăр пулать; 3. (быть снабжённым) лă [⸗лĕ] пул, пар; книга сопровождается комментариями кĕнеке комментариллĕ; текст сопровождается примечаниями текст патне асăрхаттарусем панă.

сопряжённый

прил. тех. çыхăннă, хире-хирĕç çыхăннă; пĕр-пĕринпе çыхăннă; сопряжённые детали пĕр-пĕринпе çыхăннă детальсем.

сопутствующий

прил. 1. çыхăннă, пĕр вăхăтра пулакан; опутствующие изменения пĕр вăхăтра пулакан улшăнусем; 2. спец. (добавляемый к основному) çумне хушăнакан, çум; опутствующее удобрение çумне хушăнакан удобрени.

соразмеряться

несов. шайлашса (е килĕшсе) тăр, пĕр кил, тӳрĕ кил, виçеллĕ пул.

сотка

ж. разг. сотка (пĕр-пĕр виçен гектарăн, процентăн, ĕçкунĕн çĕрмĕш пайĕ); огород в двадцать соток çирĕм сотка пахча.

соцветие

с. бот. чечек пуххи (пĕр тунари чечексем).

спасибо

1. тав(ах), тавтапуç, спаççипă, рахмат; спасибо за подарок парнешĕн тавтапуç; спасибо за помощь пулăшнăшăн тавах; 2. в знач. сказ. безл. кому-чему и без доп. тавах, рахмат; спасибо тебе за хороший совет ырă канашшăн тавах сана; 3. в знач. сущ. с. нескл. тав, спаççипă; он ему и спасибо не сказал вăл ăна спаççипă та каламарĕ; ◇ за (одно) спасибо пĕр спаççипăшăн (тĕлевсĕр).

сплочённый

прил. тачă çыхăннă, пĕрлешнĕ, пĕр шухăшлă, пĕрлĕхлĕ; сплочённый коллектив пĕрлĕхлĕ коллектив.

сплошь

нареч. талккăшпех, пĕтĕмпех, вĕçĕмсĕр, тăтăшах, шав, кăна, çеç; небо всё сплошь заволокло тучами тӳпене талккăшпех çумăр пĕлĕчĕсем хупăрласа илчĕç; кругом сплошь вода тавралла пĕр шыв кăна; ◇ сплошь и рядом или сплошь да рядом час-часах, тăтăшах, шав.

споить

сов. разг. 1. что (израсходовать на питьё) ĕçтер, ĕçтерсе яр; споить корове ведро воды ĕнене пĕр витре шыв ĕçтер; 2. кого (напоить допьяна) (ĕçтерсе) ӳсĕрт; З. кого (приучить к пьянству) ĕçме вĕрент, ĕçке ерт.

спуд

м. под спудом; 1) (в тайнике) вăрттăн çĕрте; 2) (бесполезно) ним (е пĕр) усăсăр; из-под спуда (извлечь, вынуть и т. д.) вăрттăн çĕртен (кăлар), уçса кĕрт, усă кур.

спустя

предлог с вин. п. иртсен, ⸗тан [⸗тен], ⸗ран [⸗рен]; спустя год пĕр çул иртсен, пĕр çулталăкран.

сравнять

сов. кого-что танлаштар, пĕр тан ту.

сравняться

сов. танлаш, пĕр тан пул.

средне

нареч. разг. вăтам, чух, вăхăтлă, пĕр майлă.

сровнять

сов. что тикĕсле, танлаштар, пĕр тан ту; сровнять с землёй çĕрпе танлаштар.

сродный

прил. çывăх, пĕр пек, пĕрешкел; сродные понятия пĕр пек ăнлавсем.

сряду

нареч. разг. харăс, таттисĕр, чарăнмасăр, пĕр тăрук, пĕр тăтăш, пĕр йĕркерен; не спать три ночи сряду виçĕ каç харăс ан çывăр; говорить два часа сряду икĕ сехет пĕр тăтăш калаç.

ссылка

ж. 1. по гл. сослаться; 2. (цитата) ссылка, цитата, илсе кăтартни (пĕр-пĕр произведенирен).

стабилизатор

м. стабилизатор (1. куçакан механизмсене, сăм. самолётсене, автомашинăсене турĕ пыма пулăшакан хатĕр; 2. напряжение е чӳхеннине пĕр шайра тытмалли хатĕр).

стабильность

ж. стабиллĕх, çирĕплĕх, тĕреклĕх (пĕр пек çирĕп тăни).

ставить

несов. 1. кого-что (придавать стоячее положение) ларт, тăрат; ставить столбы юпа ларт; ставить лестницу пусма тăрат; ставить на ноги кого-л. ура çине тăрат; 2. кого (наначать) тăрат, ларт, кăлар; ставить на работу ĕçе кăлар; ставить к станку станок умне тăрат; 3. что (помещать куда-л.) ларт, хур, тăрат; ставить посуду на стол савăт-сапана сĕтел çине ларт; ставить лопаты в сарай кĕреçесене сарайне тăрат; 4. что (устанавливать) кĕрт, ларт; ставить телефон телефон ларт; 5. что (накладывать, прикладывать) ларт, хур, пус; ставить банки банка ларт; ставить компресс компреса хур; ставить печать пичет пус; 6. что (осуществлять на сцене) ларт (спектакль); 7. что ларт, тăрат; ставить самовар сăмавар ларт; 8. что сапла, ларт (саплăк); ◇ ставить в вину айăпа хур, айăпла; ставить в неловкое положение лайăхмарлантар; ставить в затруднительное положение йывăр лару-тăрăва кĕртсе ӳкер; ставить опыты опытсем ту; ставить вопрос ыйту ларт; ставить рекорд рекорд ту; ставить тесто чуста хур; ставить диагноз диагноз ларт; ставить термометр (или градусник) термометр ларт; ставить точку точка ларт; ставить точку над «и» см. точка; ставить в угол кĕтесе тăрат; во главу угла см. глава; ставить к стенке персе пăрах; ставить на одну доску пĕр шая ларт, пĕр виçепе виç; ставить вопрос ребром ыйтăва çивĕччĕн ларт; ставить в известность пĕлтер; ставить под удар инкеке ларт; ни в грош не ставить ним вырăнне те ан хур; ставить на вид асăрхаттар.

стаж

м. стаж (1. пĕр-пĕр ĕçре ĕçленин срокĕ; 2. вĕренекенĕн производствăри практики).

стажёр

м. стажёр (пĕр-пĕр ĕçе хăнăхма ĕçлекен çын).

стандарт

м. стандарт (1. пĕр-пĕр япалана туса хатĕрлеме кирлĕ виçепе пахалăха кăтартакан калап, форма, кĕлеткех 2. пĕр стандартпа тунă япала; 3. перен. шаблон, тĕссĕр япала).

старожил

м. тахçантанпа (е ĕлĕкренпе) пурăнакан çын (пĕр вырăнта).

стаскать

сов. что, разг. куçар, çĕкле, йăт (пĕр çĕре); стаскать дрова в сарай сарая вутă çĕкле.

статика

ж. статика (1. механика пайĕ, вăйсен шайлашăвĕ çинчен калакан вĕрентӳ; 2. пĕр-пĕр самантра тапранмасăр тăп тăни).

статус-кво

с. нескл. статус-кво (пĕр-пĕр паллă вăхăтри лару-тăру).

стационар

м. стационар (1. пĕр вырăнта ĕçлекен учреждени; 2. машинăн е сооруженин вырăнтан куçман никĕсĕ е кăшкарĕ).

стая

ж. в разн. знач. кĕтӳ, ушкăн, карта; стая волков кашкăр кĕтĕвĕ; стая журавлей тăрна карти; стая ребятишек ушкăн ача, пĕр кĕтӳ ача.

створка

ж. створка (икĕ еннелле уçăлса купăнакан алăкăн, хупăлчан пĕр пайĕ).

стена

ж. 1. стена; капитальная стена тĕп стена (чул е пĕрене стена); 2. (высокая ограда) хӳме; 3. перен. (препятствие) хӳме, стена; ◇ как за каменной стеной шанчăклă хӳтлĕхре; сидеть (или находиться) в четырёх стенах килтен тухса çӳремесĕр пурăн; лезть на стену 1) хĕрсе кайса тавлаш; 2) ниçта кайса кĕме ан пĕл; между ними выросла стена вĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнма пăрахрĕç; в стенах института институтра.

степень

ж. 1. (разряд; класс) степень; орден Отечественной войны первой степени Тăван çĕршыв аслă вăрçин пĕрремĕш степень орденĕ; диплом второй степени иккĕмĕш степень диплом; 2. мат. степень; 3. грам. степень; сравнительная степень танлаштару степенĕ; 4. (учёное звание) степень, ят; учёная степень учёнăй ячĕ; 5. (мера, предел) таран, таранччен, тери; в достаточной степени çителĕклĕ таран; до какой степени? мĕн тери?; до известной степени паллă виçе таран; ни в какой степени ним чухлĕ те; в высшей степени питĕ; в значительной степени ытларах, чылай; в равной степени пĕр пекех; 6. (сравнительная величина, мера) шай; степень продуктивности животных выльăх-чĕрлĕх тухăçлăхĕн шайĕ.

стеснить

сов. 1. кого-что (сжать) хĕс, хĕстер, тăвăрлат, пĕр; 2. кого-что (ограничить) хĕс, хĕстер, хĕсĕрле, йывăрлат, картла; стеснить в средствах укçа-тенкĕ енчен хĕс; 3. что, перен. (вызвать ощущение боли на душе, в сердце) хĕс, пăчăрта, тăвăрлат (чуна, чĕрене); 4. кого-что (доставить неудобство, затруднить) чăрмантар, кансĕрле.

стечение

с. 1. по гл. стечься; 2. (скопление) пухăнни, пуçтарăнни, пухă; 3. (совпадение событий, обстоятельств) пĕр (е пĕрле, пĕр çĕрлĕ) килни.

стечься

сов. 1. (соединитьсяо потоках текущей жидкости) пĕрлеш, пуçтарăн, юхса кил (пĕр çĕре); 2. перен. (сойтисьо людях) пуçтарăн, пухăн, пуçтарăнса (е пухăнса) тăр.

стилизация

ж. стилизаци, стилизацилени (1. искусство произведенииĕ пĕр-пĕр паллă стиль майлă туни; 2. пĕр-пĕр паллă стиле пăхăнса çырнă произведени).

стиль

м. стиль (1. пĕр-пĕр тапхăрти искусствăн е унăн юхăмĕн хăйне уйрăм паллисем; художник идейăллă содержание уçса пама усă куракан художествăллă формăн хăйне евĕрлĕхĕ; 2. пĕр-пĕр писателĕн, литература юхăмĕн е жанрĕн чĕлхинчи хăйне евĕр мелсем; чĕлхери сăмахсемпе пӳплевсен çыхăнăвĕн уйрăмлăхĕсем; 3. ĕç мелĕ, ăслай; 4. разг. çын хăйне тыткаланинче, çипуçĕнче, калаçнинче палăракан уйрăмлăх).

стойло

с. пӳлмек (витере пĕр лаша е ĕне валли пӳлнĕ пӳлĕм).

столкнуться

с кем-чем, чем и без доп. 1. (наткнуться друг на друга) çапăн, хире-хирĕç (е пĕр-пĕрне) пырса çапăн, тĕл пул; льдины столкнулись пăрсем пĕр-пĕрне пырса çапăнчĕç; 2. с кем-чем, перен. (вступить в конфликт) хирĕç, хирĕçсе кай, урлă пул; 3. с кем (неожиданно встретиться) ăнсăртран (е кĕтмен çĕртен) хирĕç пул, тĕл пул; 4. с чем, перен. (испытать, познакомиться с чем-л.) тĕл пул, куркала, тӳс; столкнуться с трудностями йывăрлăхсем куркала; 5. с кем-чем (вступить в стычку, в бой) тытăçса ӳк, çыхланса ӳк, хире-хирĕç пул.

стопка

ж. (кучка) купа; стопка писем пĕр купа çыру.

сторона

ж. 1. (пространство, место) ен; в сторону деревни ял енне; со стороны леса вăрман енчен; в разные стороны тĕрлĕ еннелле; 2. (местность, страна) ен, çĕр, çĕршыв, кĕтес; на чужой стороне ют çĕрте; родная сторона тăван кĕтес; 3. (чужая местность; чужое место) аяк, ют, ют çĕр; со стороны аякран; на стороне ют çĕрте; держаться в стороне аякра тăр; 4. (место по краю, край) аяк, ен; посмотреть в сторону аяккалла пăх; носить значок на левой стороне груди значока кăкăрăн сулахай енне çакса çӳре; 5. (одна из поверхностей предмета) ен; лицевая сторона материи пусман пит енĕ; 6. (составная часть, элемент чего-л., свойства) ен, пай; положительная сторона дела ĕçĕн лайăх енĕ; техническая сторона проекта проектăн техника пайĕ; 7. (группа людей) ен; враждующие стороны хирĕçекен енсем; 8. в знач. нареч. стороной айккипе, айккинчен, хĕррипе; пройти стороной айккинчен иртсе кай; 9. мат. хĕр, аяк; стороны треугольника виçкĕтеслĕх аякĕсем; ◇ в стороне уйрăм, уйрăлса; на сторону (сбыть, продать) аяккалла (витер, сут); принять чью-л. сторону пĕр-пĕр енĕ майлă пул; шутки в сторону шӳт тума вăхăт мар; моё дело сторона манăн ĕç çук унта; отпустить на все четыре стороны ирĕке яр; со стороны кого-чего-л. енчен; с одной стороны.., с другой стороны.. в знач. вводн. сл. пĕр енчен.., тепĕр енчен..; смотреть (или глядеть) по сторонам аяккалла (е унталла-кунталла) пăхкала.

стричь

несов. кого-что каç, ил; стричь волосы çӳç каç; стричь ногти чĕрне каç; стричь овец çăм каç (е ил), сурах çăмне каç (е ил); стричь всех под одну гребёнку пурне те пĕр виçепе кас.

строфа

ж. строфа (пĕр пек рифмăланакан йĕркесенчен тăракан, содержанииĕ ритм тĕлĕшĕнчен пĕрлĕхлĕ сăвă).

стянуть

сов. 1. что (туго перевязать) туртса (е пăвса) çых; стянуть петлю йăлласа çых; 2. что, тех. çирĕплет, хытар; стянуть планки болтами планкăсене болтсемпе хытар; 3. кого-что (собрать в одно место) пуçтар, пух, илсе пыр (пĕр çĕре); 4. что (соединить концы) пĕрлештер, çыхăнтар; 5. кого-что (снять, стащить) туртса (е сĕтĕрсе) антар, хывса ил; стянуть скатерть со стола сĕтел çиттине туртса антар; 6. кого-что, разг. (украсть) вăрла, çаклатса кай.

суд

м. 1. суд; народный суд халăх сучĕ; подать в суда пар; приговор суда суд приговорĕ; предстать перед судом суд умне тăр; товарищеский суд юлташла суд; 2. (суждение, мнение) шухăш-кăмăл, сӳтсе явни, пăхса тухни, хаклани; отдать на суд общественности халăх çинче пăхса тухма пар; 3. собир. (судьи) судьясем; на нет суда нет погов. соотв. пĕлмен пĕр сăмах; пока суд да дело вăл вăхăтра, вăл хушăра.

судок

м. 1. судок (соус, подливка тытмалли хăлăплă чашăк; уксус, пăрăç, горчица тытмалли савăт); 2. мн. судки (для переноски еды) судок (пĕр-пĕрин çине лартса илсе çӳремелле тунă кастрюльсем).

сузить

сов. что 1. ансăрлат, пĕр, тăвăрлат, хĕс; 2. перен. (ограничить, уменьшить) ансăрлат, хĕс, пĕчĕклет, чакар.

сходный

прил. 1. (похожий, подобный) пĕр евĕрлĕ, пĕрешкел, пĕр пек, евĕрлĕ; сходные по конструкции предложения пĕр пек конструкциллĕ предложенисем; 2. разг. (подходящий, выгодный) юравлă, юрăхлă, майлă; купить по сходной цене юрăхлă хакпа туян.

схожий

прил. разг. пĕр евĕрлĕ, пĕр пек, пĕрешкел.

сыгранность

ж. килĕшулĕх, пĕр-пĕринпе килĕшӳллĕ выляни.

сыграться

сов. пĕр-пĕринпе килĕшӳллĕ выля, килĕшӳллĕ выляма (е калама) хăнăхса çит.

табу

с. нескл. табу (авалхи халăхсен пĕр-пĕр ĕç тума, сăмах калама, япала тытма чарас йăла).

тавтология

ж. тавтологи (пĕр ăнлавах тĕрлĕ сăмахпа икĕ хут калани).

-таки

частица противит. разг. çапах та, -ех, пурĕ пĕр, пурпĕрех; он всё-таки пришёл вăл пурпĕрех килчĕ; ◇ опять-таки см. опять; прямо-таки ⸗ах [⸗ех]..; я прямо-таки изумился эпĕ шалт тĕлĕнсех кайрăм.

тактика

ж. тактика (1. воен. вăрçăра çапăçăва ертсе пымалли искусство; 2. перен. политикăллă кĕрешĕвĕн мелĕсемпе меслечĕсем; 3. перен. пĕр-пĕр тĕллеве пурнăçа кĕртмелли майсем).

твердить

несов. 1. что, о чём пермай кала, çине-çине кала (пĕр япала çинчен) пер; он все своё твердит вăл хăйĕннех перет; 2. что, разг. (заучивать) çине-çине вĕрен, темиçе хут ту; твердить слова сăмахсене çине-çине каласа вĕрен.

театрализация

ж. театрализаци (пĕр-пĕр произведение театрта кăтартма йĕркелени).

теизм

м. филос. теизм (тĕнчене тытса тăраканни пĕр турă çеç тесе калакан тĕн вĕрттĕвĕ).

телеология

ж. филос. телеологи (пĕтĕм тĕнче историйĕ пĕр палăртнă тĕллев тăрăх аталанса пырать текен идеализмла вĕрентӳ).

телепатия

ж. телепати (пĕр çын тепĕр çын шухăшĕсене сăмахсăрах пĕлме пултарни).

тенденция

ж. тенденци (1. ĕçĕн е ĕç çине пăхнин туртăмĕ, тĕллевĕ, туртăну; 2. произведенири идея, тĕп шухăш; 3. пĕр енлĕ шухăш, тĕсев).

термин

м. термин (наукăри ăнлава пĕлтерекен пĕртен-пĕр йышăннă сăмах); ботанические термины ботаника терминĕсем; общественно-политические термины обществăпа политика терминĕсем.

терморегулятор

м. терморегулятор (температурăна пĕр виçере тытса тăракан прибор).

термостат

м. термостат (ашĕнчи температурăна пĕр виçере тытакан аппарат).

территориальный

прил. территори ⸗ĕ [⸗и], территориллĕ; территориальные границы территори чиккисем; территориальные воды территори шывĕсем (пĕр-пĕр çĕршыв чиккине кĕрекен тинĕс уçлăхĕ); территориальные притязания ют çĕрсене хапсăнни.

тесина

ж. пĕр хăма, пĕр чус.

тесно

нареч. 1. тачă; эти вопросы тесно связаны друг с другом ку ыйтусем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тараççĕ; 2. в знач. сказ. безл. (мало места) тачă, тăвăр, хĕсĕк, тăкăс; вам не тесно сидеть? сире ларма тăвăр мар-и?

тетралогия

ж. лит., муз. тетралоги (пĕр шухăшпа çыхăннă тăватă уйрăм произведени).

типаж

м. типаж (1. иск. пĕр-пĕр типа кăтартса тăракан паллăсем; 2. тех. пĕр-пĕр япала моделĕсен типĕ).

типовой

прил. 1. типлă, типовой; типовой проект типла проект, типовой проект; 2. (стандартный) стандартлă, пĕр типпа тунă.

то

союз 1. разд. вара; если так, то я не согласен апла пулсан, вара эпĕ килĕшметĕп; 2. пĕр.., пĕр..; пĕрре.., тепре; огонь то разгорался, то затухал кăвайт пĕрре вăйлăн çуннă, тепре сӳнсе ларнă; 3. (при перечислении, противопоставлении) те, е; не то снег, не то дождь те юр, те çумăр; ◇ и то вăл та, вăл та пулин; не то 1) апла пулсан, атту; 2) тен; то и дело ялан, тăтăшах, тек(ех).

тождественный

прил. пĕр пек, пĕрешкел; тождественные условия пĕрешкел условисем.

толкач

м. толкач (1. ж.. поезда хыçалтан тĕксе пулăшакан пăравус; 2. мор. баржăсене хыçалтан тĕксе пыракан карап; 3. разг. пĕр-пĕр ĕçе хăвăртрах татса пама янă çын).

тон

м. 1. муз., физ. (мн. тона и тоны) тон, сăсă; взять тон выше пĕр тон çӳлерех ил; 2. мед. (мн. тоны) чĕре (тапнин) сасси; 3. перен. жив. (мн. тона) тон, тĕс (тĕсĕн пĕчĕк уйрăмлăхĕ); светлые тона çутă тĕс; 4. перен. (тот или иной оттенок речи) сăсă; переменить тон сасса улăштар; говорить спокойным тоном лăпкă сасăпа калаç; 5. (характер, стиль поведения) хăйне хăй тыткалани; хороший тон хăйне хăй лайăх тытни, сăпайлăх; ◇ задать (или дать) тон 1) тон пар, сасă пар; 2) ертсе пыр; в тон пĕр тĕслĕ; тоном ниже (говорить, сказать) лăпкăрах кала; повысить тон сасса хăпартарах каласа пуçла; попасть в тон вырăна кил (калани е ĕç туни).

топография

ж. топографи (1. геодезии çĕр питне карттăсемпе плансем çине ӳкерме вĕрентекен пайĕ; 2. пĕр-пĕр çĕршывăн е уйрăм вырăнăн çийĕ).

топтаться

несов. тапăртатса тăр; ◇ топтаться на месте пĕр вырăнта тапăртатса тăр.

тот

мест. 1. указ. вразн. знач. леш(ĕ), çав(ă), вăл; это тот самый человек ку шăп çав çын; на той неделе леш эрнере; на той стороне леш енче; не тот, так другой вăл мар пулсан, урăххи; то были дети лешсем ачасемччĕ; ◇ отправиться на тот свет см. свет; тот или другой кам та пулсан; ни тот, ни другой вăл та мар, леш те мар; и тому подобное см. подобный; (и) без того унсăр та, халĕ те; не без того ахаль мар ĕнтĕ, унсăр мар; не то, что (или чтобы) мар; ни с того, ни с сего ахалех, калăхах; во что бы то ни стало см. стать; ни то ни сё 1) (о чём-л. неопределённом) нимле те мар темскерле; 2) (о посредственном) вăтам; как бы то ни было мĕнле пулсан та; тем не менее çапах та; в одно и то же время пĕр вăхăтрах; то и дело яланах, пĕрмаях.

тотемизм

м. этн. тотемизм (пĕр-пĕр чĕрчуна йăх пуçĕ вырăнне хисеплесе пурăнас йăла).

точка

ж. 1. (пятнышко, крапинка) ж пата, пăнчă; ситец в красных точках хĕрлĕ пăнчăллă çитсă; 2. (место, пункт) вырăн, çĕр, пункт; наивысшая точка горного хребта ту хырçин чи çӳллĕ вырăнĕ; 3. (знак препинания) точка, пăнчă; точка с запятой точкăпа запятой; 4. физ. чикĕ; точка замерзания пăрлану чикки; точка кипения вĕреме кĕнĕ чикĕ; 5. мат. точка, вырăн; точка пересечения прямых тӳрĕ линисем хĕресленекен точка; 6. в знач. сказ., разг. (кончено, хватит) çитет, çитĕ; точка в точку шăпах, тĕрĕс, каснă-лартнă; точка зрения епле пăхни; с моей точки зрения ман шутпа; ставить точку вĕçле, ĕçе туса пĕтер; бить в (одну) точку пĕр тĕллевпе ĕçле; ставить точку над «и» каласа пĕтер, вĕçне çитер, тăрла.

траектория

ж. траектори (1. мат., физ. пĕр-пĕр япала е точка куçса пыракан çул; 2. воен. снаряд е пуля çулĕ).

транзит

м. транзит (1. таварсене е пассажирсене пĕр патшалăх урлă тепĕр патшалăха е пĕр пункт урлă тепĕр пункта турттарни; 2. грузсене çул çинчи пунктсенче пушатса тиемесĕрех турттарни).

транскрипция

ж. 1. лингв. транскрипци, транскрипцилени (чĕлхери сасăсене уйрăм паллăсемпе тĕрĕс палăртни); 2. муз. транскрипци (пĕр инструментпа выляма çырнă музыка произведенииĕ тепĕр инструментпа выляма куçарса çырни); 3. см. транслитерация.

транслитерация

ж. лингв. транслитераци (пĕр алфавитри саспаллисене тепĕр алфавитри саспаллисемпе çырса кăтартни).

транспорт

м. 1. (средства передвижения) транспорт (груз е пассажир турттармалли хатĕрсем); воздушный транспорт сывлăш транспорчĕ; водный транспорт шыв транспорчĕ; железнодорожный транспорт чугун çул транспорчĕ; гужевой транспорт лавсем; безрельсовый транспорт рельссăр транспорт; 2. (партия груза) транспорт (пĕр парти груз); 3. мор. транспорт (çын тата груз турттармалли çар карапĕ).

трафаретный

прил. 1. трафаретлă, трафаретпа тунă; трафаретный рисунок трафаретпа тунă ӳкерчĕк; 2. перен. (шаблонный, избитый) трафаретла, пĕр майлă, пĕр пек; трафаретные фразы пĕр пек сăмахсем.

тренога

ж. 1. см. треножник; 2. (путы для лошади) тăлă (лашан малти урисемпе кайри пĕр урине тăлламалли).

трест

м. трест (1. пĕр йышши предприятисен пĕрлешĕвĕ; унăн ертсе пыракан аппарачĕ; 2. эк. капитализмлă çĕршывсенче предприятисен монополиллĕ пĕрлешĕвĕ).

трещина

ж. 1. çурăк, хушăк, хушăк-çурăк, çуркаланчăк, çурăлнă йĕр; трещина во льду пăр çинчи çурăк; 2. перен. (разлад, распри) хирĕçӳ, сивĕнни, туслăх пăсăлни; в их отношениях образовалась трещина вĕсем пĕр-пĕринчен сивĕнчĕç.

трилогия

ж. трилоги (пĕр шухăшпа çыхăннă виçĕ уйрăм произведени).

трын-трава

ж. разг. в знач. сказ. пурĕ-пĕр, пурпĕр; ему всё трын-трава уншăн пурĕпĕр.

тупой

прил. 1. (недостаточно отточенный) мăка; тупая пила мăка пăчкă; 2. (не суживающийся к концу) пуклак; тупой подбородок пуклак янах; 3. (умственно ограниченный) анра, тăнсăр, тăмпай, тăмсай; 4. (безропотный) чĕмсĕр, хирĕç чĕнмесĕр, пĕр сăмахсăр; тупая покорность пĕр сăмахсăр итлени (е пăхăнни); ◇ тупая боль сурни, хĕссе ыратни.

тур

м. тур, ăстрăм, çаврăм; тур вальса пĕр çаврăм вальс; последний тур игры вăййăн юлашки турĕ.

увидеться

сов. курнăç, кур (пĕр-пĕрне); мы больше не увидимся эпир пĕр-пĕрне урăх кураймăпăр.

увлекающийся

прил. хавхаланчăк, интересленекен, юратакан (пĕр-пĕр ĕçĕ).

углубиться

сов. 1. (стать глубже) тарăнлан, шала кĕр; 2. во что (погрузиться) пут, ан; углубиться на один метр пĕр метр пут; 3. перен. тарăнлан, хушăн; тĕплĕрех пул; его знания углубились унăн пĕлĕвĕсем хушăнчĕç; 4. во что (зайти далеко) шала кĕр; углубиться в лес вăрмана шала кĕр.

уговориться

сов. разг. килĕш, калаçса татăл, сăмах тат, пĕр канашлă пул; уговориться о цене хак пирки калаçса татăл.

уложиться

сов. 1. разг. (поместиться) вырнаç, шăнăç; вещи свободно уложились в чемодане япаласем чăматана лайăхах шăнăçрĕç; 2. ĕлкĕр, туса пĕтер; докладчик уложился в час докладчик доклада пĕр сехетре пĕтерчĕ.

умолк

м.: говорить без умолку пĕр чарăнмасăр (е шăпланмасăр) калаç.

умысел

м. вăрттăн шухăш (пĕр-пĕр усал ĕç тума); без умысла усал шухăшпа мар.

уникальный

прил. сайра, пĕртен-пĕр; уникальная рукопись сайра алçырăвĕ.

уникум

м. уникум (сайра япала, пĕртен-пĕр япала).

унисон

м. муз. унисон (пĕр пек сасăсем пĕр харăс янăрани); ◇ в унисон килĕшӳллĕ, пĕр саслăн.

уподобление

с. 1. по гл. уподобиться; 2. лит. (сравнение) пĕрпекленни, пĕр евĕрлĕ (е пĕрешкел) пулни.

управлять

несов. кем-чем 1. (руководить, возглавлять) ертсе (е тытса) пыр; управлять канцелярией канцелярие ертсе пыр; 2. кем-чем тыт, тытса пыр; управлять машиной машинăна тытса пыр; управлять хозяйством хуçалăха тыт; 3. чем, грам. тытса тăр (пĕр сăмах теприне).

уравновесить

сов. что, прям, и перен. танлаштар, тан ту, шайлаштар, пĕр шай ту; уравновесить чашки весов тараса чашкисене тан ту; уравновесить силы вăйсене танлаштар.

уравновеситься

сов. танлаш, тан пул, шайлаш, пĕр шай пул.

устойчивый

прил. 1. тĕреклĕ, çирĕп, чăтăмлă, тытăнкăллă, тăтăрхаллă; устойчивое равновесие çирĕп тăни; 2. (постоянный) тикĕс, пĕр пек тăракан; устойчивая погода тикĕс çанталăк.

утруждать

несов. кого-что кансĕрле, чăрмантар, чăрмав кӳр (пĕр-пĕр ĕçпе е ыйтупа).

ухажёр

м разг. 1. хĕрарăм тарçи (е кĕтӳçи); 2. (поклонник, кавалер) савакан, кăмăллакан (пĕр-пĕр хĕрарăма).

ухватиться

сов. за кого-что (крепко взяться) ярса тыт, çавăрса ил; ухватиться за волосы çӳçрен ярса тыт; ◇ обеими руками ухватиться за что-л. хаваслансах йышăн, хапăл ту (пĕр-пĕр шухăша сĕнĕве).

ухо

с. в разн. знач. хăлха; глух на одно ухо пĕр хăлхи илтмест; ◇ уши вянут см. вянуть; ухо режет (или дерёт) илемсĕр янăрать; держать ухо востро хăлхана чанк тыт, лайăх итле; навострить (или насторожить) уши хăлха тăрат, тимлесе итле; и ухом не ведёт хăлхана та чикмест; пропустить мимо ушей илтмĕш пул; не верить своим глазам (или ушам) см. верить; не видать как своих ушей кого-чего-л. нихçан та курайман (е илтеймен); дать (или съездить) в ухо кому-л. хăлха чикки пар; слышать краем ӳха кăшт çеç илт; по уши влюбиться пит юратса пăрах; по уши в долгах парăмă кĕрсе пĕт; тугой на ухо хăлхи хытăрах, хăлхасăртарах; говорить на ухо вăрттăн кала, халхаран кала; (и) у стен есть уши соотв. уй куçлă, вăрман хăлхаллă (букв. у поля есть глаза, у леса есть уши).

участие

с. 1. хутшăнни (пĕр-пĕр ĕçе) принимать участие в заседании ларăва хутшăн; участие в опытах сăнавсене хутшăнни; 2. (сочувствие) кăмăлпа хутшăнни, хĕрхенни, пĕрле хуйхăрни, пĕрле савăнни; слушать с живым участием пĕтĕм кăмăлпа итле.

участник

м. 1. (пĕр-пĕр ĕçе) хутшăннă çын, (ĕçе) пĕрле тăвакан çын; участник гражданской войны граждан вăрçинче пулнă çын; участник соревнования ăмăртăва хутшăннă çын.

фаза

ж. 1. (стадия) тапхăр, сыпăк, вăхăт; фаза спелости зерна тĕшĕ пиçнĕ вăхăт; последняя фаза работы ĕç вĕçленнĕ тапхăр; 2. спец. (положение) тăхра, фаза; фаза луны уйăх тăхри; 3. хим. (часть системы) фаза; жидкая фаза шĕвек фаза; 4. эл. фаза (генератор обмоткисен пĕр ушканĕ тата унпа пĕрлештерне электропровод).

фанатизм

м. фанатизм (пĕр-пĕр ĕненĕве ăссăрла парăнса уншăн тем тума та хатĕр пулни); религиозный фанатизм тĕн фанатизмĕ.

фанатик

м. фанатик (1. рел. хăйĕн ĕненĕвĕшĕн тем тума та хатĕр çын; 2. пĕр-пĕр ĕçе чунтан парăннă çын).

фирменный

прил. фирма ⸗ĕ [⸗и]; фирменный знак фирма палли; ◇ фирменное блюдо фирма апачĕ (пĕр-пĕр столовăйра е ресторанта çеç пĕçерекен апат).

флагман

м. флагман (1. пысăк соединени, сăм. эскадра командующийĕ; 2. командующи карапĕ е пĕр-пĕр районти чи пысăк карап).

фокус

м. фокус (1. çутă е ăшă пайăркисем пĕр çĕре пухăнакан точка; 2. фотографилекен япала уççăн палăракан точка 3. мед. чирлекен вырăн).

фонетика

ж. фонетика (1. пĕр-пĕр чĕлхери сасăсем; 2. чĕлхе наукин сасăсене тĕпчекен пайĕ).

форма

ж. 1. (вид, облик) кап, капаш, тулаш, евĕр; в форме бутылки кĕленче евĕрлĕ; в форме шара çаврака; в письменной форме çырса; в устной форме сăмах вĕççĕн, сăмахпа; пышные формы (о фигуре) самăркка кĕлетке; 2. (устройство, структура) тытăм, тĕс, пулăм; форма правления власть тытăмĕ; формы энергии энерги тĕсĕсем; 3. филос. форма; форма и содержание формăпа содержани; 4. (приспособление, шаблон) калăп, кăшкар, кăшăл; форма для шляп шлепке калăпĕ; форма для сыра чăкăт кăшăлĕ; 5. (образец) форма, йĕрке; форма протокола протокол йĕрки; 6. (одежда) тум; армейская форма çар тумĕ; 7. лингв. форма; формы слов сăмах формисем; ◇ быть в форме хатĕр пул, хатĕрленсе çит (ăмăртăва е пĕр-пĕр ĕçе).

формуляр

м. формуляр (1. пĕр-пĕр механизм е ыт. çинчен йĕркипе çырса пыракан кĕнеке е бланк; 2. библиотекăра кĕнеке çинчен е кĕнекесемпе усă куракан çын çинчен çырса юлакан хут).

фуга

ж. муз. фуга (1. пĕр темăна тĕрлĕ сасăпа темиçе хут палăртни; 2. çав мелпе çырнă музыка произведенийĕ).

холодок

м. разг. сивĕ, сулхăн, уçă; утренний холодок ирхи сулхăн; сидеть в холодке сулхăнра лар; 2. перен. сивĕ, сулхăн; отвечать с холодком сиввĕнрех тавăр; в отношениях между ними появился холодок вĕсем пĕр-пĕринчен сивĕнме пуçларĕç; работать с холодком ӳрĕк-сӳрĕк ĕçле.

хомут

м. 1. хăмăт, сӳсмен; 2. тех. ункă; ◇ вешать (себе) на шею хомут хăвна валли туп (пĕр-пĕр йывăрлăх); воротник (сидит) хомутом çуха кăнтарса тăрать.

хор

м. 1. (певческий коллектив) хор; народный хор халăх хорĕ; 2. (музыкальная пьеса) хор; написать хор хор çыр; 3. (одновременные звуки) хор, сасă, янрав; хор птичьих голосов тĕрлĕ кайăк сасси; 4. (множество одинаковых мнений) хор, сасă, кĕрлев, янрав; хор похвал мухтав сасси; 5. в знач. нареч. хором пĕр харăс, ушкăнпа, пурте пĕрле.

хоть

1. союз (несмотря на то, что..; даже, если) пулсан та, пулин те, ⸗сан та [⸗сен те]; хоть умри, но не сдавайся вилсен те ан парăн; он хоть и болен, но много работает вăл, чирлĕ пулсан та, нумай ĕçлет; . 2. союз (в составе устойчивых выражений для характеристики сказуемого) хăть, хуть, сан та [⸗сен те]; хоть убей, не скажу вĕлерсен те каламастăп; темно, хоть глаз выколи йĕп чиксен те куç курмасть; хоть волком вой хăть кашкăр пек ула; 3. частица усил. (даже) пулсан та, ⸗ах [⸗ех]; готов ехать хоть сегодня паянах кайма хатĕр; 4. частица усил. (по крайней мере) пулин; скажи хоть одно слово пĕр сăмах та пулин калаччĕ; 5. частица (к примеру, например) ⸗ах [⸗ех], хăть, хуть; возьмём хоть свой город хамăр хуланах илер; 6. частица с мест. (любой) кирек; хоть кто кирек кам та; хоть где кирек ăçта та, таçта та; хоть как кирек епле те; хоть бы и так пулин; хоть бы что хăнк та мар; хоть куда (о ком-чём-л.) тиркемелле мар.

хронология

ж. хронологи (1. пĕр-пĕрин хыççăн пулса иртекен событисен йĕрки; 2. истории ĕçсемпе документсен вăхăтне палăртакан пайĕ).

хронометраж

м. хронометраж (пĕр-пĕр ĕçе тума кирлĕ вăхăта виçни).

хронометрировать

сов. и несов. что хронометражла, вăхăт виç (пĕр-пĕр ĕçĕнне).

целевой

прил. тĕллевлĕ, палăртса хунă, ятарлă; целевый взнос тĕллевлĕ взнос (пĕр-пĕр тĕллевпе паракан укçа); целевая установка доклада докладăн тĕп тĕллевĕ.

целковый

м. скл. как прил. разг. тенкĕлĕх укçа, пĕр тенкĕ.

целоваться

несов. чупту, тута ту (пĕр-пĕринпе).

целый

прил. 1. (нетронутый) пĕтĕм, пуçламан; целый каравай хлеба пуçламан çăкăр; целый день яра кун; целый год çулталăкĕпе; набрать целую корзину грибов карçинкка тулли кăмпа татса тултар; 2. (единый, цельный) пĕтĕмĕшлĕ, пĕрлĕхлĕ; 3. (неповреждённый) тĕрĕс-тĕкел; все вещи целы япаласем пурте тĕрĕс-тĕкелех; 4. мат. (не содержащий дроби) тулли; целое число тулли хисеп; в общем и целом пĕр сăмахпа; целая вечность см. вечность; целый короб (вестей, новостей и т. п.) см. короб; целый и невредимый, цел и невредим тĕрĕс-тĕкел.

цельность

ж. пĕр-пĕтĕмлĕх; художественная цельность образа сăнарăн художествăлла пĕр-пĕтĕмлĕхĕ.

цельный

прил. 1. пĕр-пĕтĕм, татăксăр, сыпăксăр; цельный резиновый шланг сыпăксăр резина шланг; цельная глыба гранита гранит катрамĕ; 2. (единый) пĕтĕмлĕхлĕ, пĕрлĕхлĕ; тулли; цельный образ тулли сăнар; 3. (неразбавленный) хутăштарман, уйăрман; хăймине илмен (сĕт).

цент

м. цент (СШАри тата ытти хăш-пĕр çĕршывсенчи укçа единицин çĕрмĕш пайĕпе танлашакан вак укçа).

централизовать

сов. и несов. что централизациле, пĕр вырăна пăхăнтар; централизовать управление пĕр орган тытса тăмалла ту.

централизоваться

сов. и несов. централизацилен, пĕр органа пăхăн, центра пăхăн.

цивилизация

ж. цивилизаци (пĕр-пĕр тапхăрти общество аталанăвĕн шайĕ; аталаннă çĕршывсенчи культура); западная цивилизация Хĕвеланăç цивилизацийĕ.

цикл

м. цикл 1. (пĕр-пĕр тапхăрти пĕр-пĕринпе çыхăннă процессем е ĕçсем); производственный цикл производство циклĕ; биологический цикл биологи циклĕ; 2. цикл, ушкăн, ярăм; цикл концертов концертсен ярăмĕ; цикл лирических стихов лирикăлла сăвăсен ярăмĕ.

цитата

ж. цитата (пĕр-пĕр текстран илнĕ вырăн).

час

м. 1. сехет; полтора часа сехет çурă; опоздать на час пĕр сехет кая юлса çит; два часа дня кăнтăр иртни икĕ сехет; в час ночи çĕрле пĕр сехетре; который час миçе сехет?; 2. (время, посвященное чему-л.) вăхăт; час обеда апат вăхăчĕ; час отдыха кану вăхăчĕ; приёмные часы йышăну вăхăчĕ; служебные часы ĕç вхăчĕ; 3. (пора, время) вăхăт, самант; вечерний час каçхи вăхăт; час расплаты тавăру саманчĕ; 4. мн. часы воен. хурал; стоять на часах хуралта (е постра) тăр; ◇ битый час см. битый; в добрый час! ĕçӳ (е çулу) ăнăçлă пултăр!; с часу на час 1) кашни сехетренех, сехетрен сехете; 2) кĕç-вĕç, кĕçех; расти не по дням, а по часам кун тăрăх мар, сехет тăрăх ӳс.

часовой

прил. 1. (продолжительностью в час) (пĕр) сехетлĕх, пĕр сехет тăсăлакан; часовая лекция пĕр сехетлĕх лекци; 2. (производимый по часам) сехет тăрăх, сехетрен; часовая оплата сехет тăрăх тӳлени; 3. (назначенный на час) пĕр сехетри; часовый поезд пĕр сехетре килекен (е каякан) поезд; часовой пояс геогр. сехет тăрăхĕ.

часок

м. разг. (пĕр) сехет; уйти на часок пĕр сехетлĕхе кай.

частица

ж. 1. (небольшая доля) пĕчĕк пай, татăк; частица вещества веществон пĕчĕк пайĕ; 2. (мельчайшая часть чего-л.) пĕрчĕ, тĕпренчĕк; частицы пыли тусан пĕрчисем; 3. перен. пĕр пай; частица правды чăнлăхăн пĕр пайĕ, кăшт та пулин тĕрĕсси; 4. грам. (служебное слово) татăк.

частное

с. скл. как прил. мат. частнăй (пĕр числона тепĕр число çине пайласан пулакан результат).

часть

ж. 1. (доля целого) пай; части тела ӳт-пӳ пайĕсем; часть дома пӳртĕн пĕр пайĕ; 2. (пай, доля) тӳпе, валем, пай; получить свою часть хăвăн тӳпӳне ил; 3. (раздел) пай, сыпак; роман в пяти частях пилĕк пайлă роман; 4. (отдел учреждения) пай; учебная часть вĕренӳ пайĕ; 5. воен. часть; воинская часть çар чаçĕ; ◇ большей частью, по большей части ытларах, пуринчен ытларах, час-часах; по части чего-л. тĕлĕшпе, тĕлĕшрен, енчен; части речи грам. пуплев пайĕсем.

частью

нареч. пăртак, кăшт, пĕр енчен.

человеко-день

м. çын-кун (пĕр çыннăн ĕç кунĕ).

черкнуть

сов. и однокр. что, разг. 1. (по чему-л., обо что-л.) йĕр ту, йĕрле, шăйăрса ил; 2. (быстро написать) çыр, çырса хур; черкните мне несколько слов ман пата пĕр-ик сăмах çырса ярăр.

чётверть

ж. 1. чĕрĕк, тăваттăмĕш пай; чётверть часа вунпилĕк минут; без чётверти два икĕ сехет çитесси вунпилĕк минут; 2. (в школе) чĕрĕк; первая чётверть учебного года вĕренӳ çулĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕ; 3. (мера) четвĕрт; чётверть пива пĕр четвĕрт сăра; 4. муз. чĕрĕк (нотăн тăваттăмĕш пайĕ).

чехарда

ж. 1. сысналла выляни (пĕр-пĕрин пуçĕ урлă сикмелли вăйă); играть в чехарду сысналла выля; 2. перен. разг. пăтăрмах, йĕркесĕрлĕх.

чрезвычайный

прил. 1. (исключительный) питĕ пысăк (е лайăх), манерсĕр, шутсăр; чрезвычайный успех питĕ пысăк çитĕнӳ; 2. (экстренный) черетсĕр, васкавлă, ятарласа ирттерекен, чрезвычайлă; чрезвычайный съезд чрезвычайлă съезд; чрезвычайное положение чрезвычайлă лару-тăру (пĕр-пĕр хăрушлăх пур чухне йĕркесене хытарни).

шаблонный

прил. 1. пĕр калăплă, пĕр виçеллĕ, пĕр шаблонпа тунă; шаблонная формовка шаблонпа формăлани; 2. перен. (банальный, избитый) шаблонлă, пурне те паллă, йăлăхтарнă, йӳçĕхтернĕ; шаблонное выражение йăлăхтарнă сăмах.

шаг

м. 1. утăм, утас, пусăм; на каждом шагу кашни утăмра; 2. шаги мн. (звуки) ура сасси, утнă сасă; послышались лёгкие шаги çăмăллăн утни илтĕнчĕ; 3. (ходьба) утни, утăм; замедлить шаг хулленрех ут; ускорить шаг хăвăртрах ут; идти крупным шагом вăрăммăн ярса пусса ут; 4. перен. (действие, поступок) утăм, ĕç; необдуманный шаг шутламасăр тунă ĕç; важный шаг пысăк ĕç; ◇ ложный шаг см. ложный; первые шаги или первый шаг малтанхи утăм(сем); идти гигантскими (или семимильными) шагами улăпла утăмпа ут; идти черепашьим шагом пит хуллен шу; в нескольких (или в двух, трёх) шагах юнашарах, çывăхрах; шаг за шагом 1) хуллен, ерипен, майĕпе; 2) малаллах (пыр, кай) ни на шаг, ни шагу (не отходить, не отступать) от кого-чего-л. утăм та ан тапран, ан уйрăл; ни шагу назад пĕр утăм та ан чак; шагу лишнего не сделать хусканма та ирĕк çук.

шагать

несов. 1. ут, утăмла; ровно шагать тикĕс ут; 2. перен. разг. (подвигаться, развиваться в каком-л. направлении) аталан, ӳс, хăпар; 3. через кого-что (переступать) каç, ут, утса каç; шагать (нога) в ногу пĕр харăс ут.

шайка

ж. (для воды) шайкка; шайка горячей воды пĕр шайкка вĕри шыв.

шантаж

м. шантаж, хăратни (пĕр-пĕр тĕллевпе).

швыряться

несов. 1. чем, разг. (бросаться) перкелеш, ывăт (пĕр-пĕрне); швыряться камнями чулпа перкелеш; 2. кем-чем, перен. разг. (не дорожить) ан хĕрхен, ан шелле, салат, аркат; ◇ швыряться деньгами см. швырять (швырять деньги).

шевельнуть

сов. и однокр. см. шевелить; ◇ бровью не шевельнуть хăнк та ан ту; пальцем не шевельнуть нимĕн те ан ту (пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлас тесе).

шеренга

ж. шеренга, рет; становиться в две шеренги икĕ рет (е икшерĕн) тăрса тух; быть (или находиться, стоять) в одной шеренге с кем-л. 1) пĕр ĕçе хутшăн (кампа та пулин); 2) пĕр пек пул, пĕр ретре тăр.

шествие

с. 1. утни, пыни, çӳрени (ушкăнпа, халăхпа); первомайское шествие майăн пĕрремĕшне хисеплесе утни; 2. (процессия, группа людей) халăх, ушкăн, çынсем (пĕр-пĕр ĕçпе пыракансем); траурное шествие траурлă ушкăн; 3. перен. чего (развитие) аталану, ӳсĕм.

широкий

прил. 1. анлă, сарлака; (об одежде) шалпар; широкая улица сарлака урам; широкий стол анлă сĕтел; 2. (обширный) анлă, сарлака, пысăк, ирĕк; широкое поле сарлака уй; 3. перен. (значительный) пысăк, анлă; широкие планы пысăк плансем; 4. перен. (массовые) анлă; широкое совещание анлă канашлу; широкие массы трудящихся ĕççыннисен анлă массисем; товары широкого потребления халăха кирлĕ таварсем; ◇ широкая кость (или широкий костью, широкий в кости) кĕрнеклĕ; широкий экран сарлака экран; широким фронтом анлăн, талккăшĕпе; на широкую ногу тулăххăн; хĕрхенмесĕр; сделать широкий жест çынна кăтартма ту (пĕр-пĕр ĕç).

шлюз

м. шлюз (1. пăрахутсене пĕр шывран теприне куçармалли гидротехника сооруженийĕ; 2. пĕве пуçĕнчи шыв антармалли алăк).

шпон

м. шпона ж. шпон (1. тех. пĕр сийлĕ фанера; 2. полигр. наборланă чухне йĕркесем хушшине хуракан металл татки).

шрифт

м. шрифт (1. наборламалли саспаллисен пĕр виçеллĕ пуххи; 2. саспаллисен форми).

штаб-квартира

ж. штаб-хваттер (пĕр-пĕр организаци вырнаçнă çурт); штаб-квартира Организации Объединённых Наций Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн штаб-хваттерĕ.

штамповать

несов. что 1. (ставить штамп) штампла, штамп ларт; штамповать бумагу хут çине штамп ларт; 2. тех. штампла, штамповкăла, штампласа ту; штамповать детали деталь штампла; 3. перен. разг. пĕр калăппа ту.

штат

м. штат (пĕр-пĕр учрежденире е предприятире ялан ĕçлекенсен хисепĕ); ◇ полагается (или положено) по штату тивĕçлĕ, тивет.

штрафник

м. разг. штрафник (пĕр-пĕр айăпшăн штраф чаçне янă çар çынни).

щепотка

ж. чĕптĕм; щепотка соли пĕр чĕптĕм тăвар.

щипаться

несов. 1. см. щипать; 2. (щипать друг друга) чĕпĕт (пĕр-пĕрне).

эвфемизм

м. эвфемизм (пĕр-пĕр сăлтава пула кăмăлламан сăмах вырăнне калакан тепĕр сăмах е сăмах çаврăнăшĕ).

эквивалент

м. эквивалент (тепĕр япалапа пĕр хаклă, ун вырăнне кайма пултаракан япала); товарный эквивалент денег укçа хакĕлĕх тавар.

эквивалентный

прил. эквивалентлă, пĕр тан.

экземпляр

м. экземпляр (уйрăм япала, пĕр пек япаласенчен пĕри); три экземпляра книги виçĕ кĕнеке (пĕр пеккисем).

экспедиция

ж. 1. яни, ăсатни, ярса (е ăсатса) тăни; экспедиция товаров тавар ăсатса тăни; 2. (учреждение) экспедици (ярса-ăсатса тăракан учреждени); газетная экспедиция хаçат экспедицийĕ; 3. (поездка, поход) экспедици (ăçта та пулин кайнипĕр-пĕр теллевпе) арктическая экспедиция Арктика экспедицийĕ; карательная экспедиция карателле экспедици; 4. (участники экспедиции) экспедици (экспедицири çынсем).

экспроприация

ж. экспроприаци, экспроприаци туни, экспроприацилени (1. юр. пурлăха вăйпа туртса илни; 2. пĕр класс тепринчен пурлăхпа социаллă правăсем туртса илни).

экстерн

м. экстерн (пĕр-пĕр шкулта вĕренмесĕрех унăн программи тăрăх экзамен паракан çын).

экстернат

м. экстернат (пĕр-пĕр шкул программине харпăр хăй тĕллĕн вĕренсе экзамен пани).

экстерриториальность

ж. экстерриторилĕх (пĕр-пĕр çĕршыв представитĕлĕсемпе организацийĕсем тепĕр çĕршывра тăнă чух çав çĕршывăн законĕсене пăхăнманни).

экстракция

ж. экстракци (1. мед. кăларни сăм. шăл; 2. хим. хытă е шĕвек япаласене ирĕлтерсе вĕсен пайĕсене пĕр-пĕринчен уйăрни, сăм. сĕтрен çуне).

электрохимия

ж. электрохими (физикăлла химин хими энергийĕпе электричество энергийĕ пĕр-пĕрине куçнă чухнехи улшăнусене тĕпчекен пайĕ).

эллипс

м. эллипсис (1. мат. тăрăхла çаврака; 2. лингв. пуплеври пĕр-пĕр сăмаха каламасăр хăварни, сăмахсăр палăракан ăнлану).

эллипсис

м. эллипс (1. мат. тăрăхла çаврака; 2. лингв. пуплеври пĕр-пĕр сăмаха каламасăр хăварни, сăмахсăр палăракан ăнлану).

эмбарго

с. нескл. эмбарго (1. пĕр-пĕр япалана е тавара ют çĕршыва сутма е ют çĕршывран илме чарни; 2. ют çĕршыв пурлăхне илсе тухма чарни).

эмблема

ж. эмблема (пĕр-пĕр ăнлава е шухăша палăртма йышăннă япала е ӳкерчĕк).

эмфизема

ж. мед. эмфизема (организмăн пĕр-пĕр пайне сывлăш пухăнни); подкожная эмфизема ӳт-тир эмфиземи (ӳт айне сывлăш тулни); эмфизема лёгких ӳпке эмфиземи.

эндогамия

ж. эндогами (пĕр ăрури, йăхри çынсем пĕр-пĕринпе мăшăрланас йĕрке).

энный

прил. (любой, некоторыйо величинах) пĕр-пĕр, пĕр, кирек те епле (е хăш); энное число пĕр-пĕр хисеп.

энциклопедия

ж. энциклопеди (пĕлӳлĕхĕн пĕр пайĕ е мĕнпур пайĕсем çинчен кĕске сведенисем паракан справочник); Большая советская энциклопедия Пысăк совет энциклопедийĕ; медицинская энциклопедия медицина энциклопедийĕ; техническая энциклопедия техника энциклопедийĕ; ◇ ходячая энциклопедия шутл. чĕрĕ энциклопеди (кирек мĕнле ыйтăва та ăнлантарма пултаракан çын).

эпидемия

ж. 1. эпидеми, мур (пĕр-пĕр сикекен чир хăвăрт сарăлни); эпидемия гриппа грипп эпидемийĕ; 2. перен. эпидеми, чир (мĕн те пулин хăвăрт сарăлни).

эпилог

м. 1. эпилог (музыка е литература произведенийĕн вĕçĕ е юлашки пайĕ); 2. (конец, развязка) вĕçĕ (пĕр-пĕр ĕçĕн).

эпопея

ж. эпопея (1. авалхи юрăсен е юмах-халапсен пĕр-пĕринпе çыхăннă ĕçсене сăнласа паракан пуххи; 2. пысăк калăплă, историри событисене анлăн сăнласа паракан произведени; 3. историри пысăк ĕçсем).

эрзац

м. эрзац (пĕр-пĕр япалан начартарах ылмашĕ).

эстафета

ж. спорт. эстафета (1. пĕр ушкăн тепĕр ушкăнпа черетленсе ăмăртни; 2. çав ăмăртăва хутшăнакансем пĕр-пĕрне тыттаракан япала); ◇ принять эстафету у кого-л. малалла тăс (пĕр-пĕр ĕçе).

этак

нареч. разг. 1. капла; этак не годится капла юрамасть; и так и этак апла та капла та; 2. в знач. частицы (примерно, приблизительно) пĕр, яхăн, таран, майлă; дня этак через три пĕр виçĕ кунтан; километров этак сто çĕр çухрăма яхăн.

этап

м. этап (1. воен. çар чаçĕсем апат-çимĕç, тĕрлĕ пулăшу илмелли тата çĕр каçмалли пункт; 2. уст. арестантсене çул çинче çĕр каçма вырнаçтаракан пункт; арестантсен вырăна çитичченхи çулĕ; 3. мĕнĕн те пулин пайĕ, сыпăкĕ; 4. спорт. ăмăрту дистанцийĕн пĕр пайĕ; 5. перен. тапхăр, вăхăт); ◇ по этапу (или этапом) уст. этап тăрăх, конвойпа.

этикетка

ж. этикетка (товар е пĕр-пĕр япала хучĕ); этикетка на бутылке кĕленче этикетки.

этнография

ж. этнографи (1. халăхсен материаллă культурипе ăс-хакăл культурине тĕпчекен наука; 2. пĕр-пĕр халăхан йăлипе культурин уйрăмлăхĕсем).

эхинококк

м. зоол., мед. эхинококк (хăш-пĕр чĕрчунсен, сăм. йытăсен пыршинче пулакан шĕвĕрĕлчен; çав шĕвĕрĕлченĕн личинки, вăл этеме лексен йывăр чирлеттерет).

эшелон

м. эшелон (1. çар колоннин пĕр пайĕ е çарсен фронт тăрăх мар, хыçалалла тăсăлакан йĕрки; 2. поезд составĕ, автоколонна е самолётсен ушканĕ).

язык

м. 1. (орган) чĕлхе; пробовать на язык чĕлхе тĕксе пăх; 2. перен. (способность говорить) чĕлхе, калаçу, калаçни; дерзкий на язык чăрсăр чĕлхеллĕ, чăрсăр калаçать; острый на язык çивĕч чĕлхеллĕ; дать волю языку чĕлхене вĕçертсе яр; 3. (мн. языки) чĕлхе; русский язык вырăс чĕлхи; говорить на иностранном языке ют чĕлхепе калаç; 4. (разновидность речи) чĕлхе; литературный язык литература чĕлхи; разговорный язык калаçу чĕлхи; 5. разг. (пленный) чĕлхе; привести языка чĕлхе илсе кил; 6. перен. (что-л., имеющее удлинённую форму) чĕлхе; языки пламени вут чĕлхисем; ◇ суконный язык кăнттам чĕлхе; язык без костей у кого-л. чĕлхен чаракĕ çук; язык на плече у кого-л. хăшкăлса çитнĕ; как только язык повернулся чĕлхи мĕнле çаврăнчĕ-ши (мĕн те пулин калама); язык не повернётся чĕлхе çаврăнмасть (калама); язык прилип к гортани чĕлхе типсе ларчĕ; язык развязался чĕлхе уçăлчĕ; язык хорошо подвешен чĕлхи яка калаçать; язык чешется чĕлхи кĕçтет (калаçас килнипе); держать язык за зубами чĕлхӳне çырт; найти общий язык пĕр чĕлхе туп; придержать язык чĕлхӳне чар; проглотить язык чĕлхӳне çăтса ярăн (тутлă пулнипе); распустить язык нумай калаç, ытлашши калаç; болтать языком сӳпĕлтет, палка; дёрнуло за язык персе яр, кала хур; вертится на языке чĕлхе çинчех (аса илеймен чух); говорить на разных языках пĕрне пĕри ан ăнлан; не сходить с языка см. сходить; быть у всех на языке пур çынна калаçтар; сорвалось с языка тухса (е вĕçерĕнсе) кай (сăмахкалас темен çĕртенех); типун на язык чĕлхи çĕтĕлесчĕ, чĕлхи çине çăпан тухасчĕ; злые языки павра чĕлхесем (çын çинчен).

ялик

м. ялик (пĕр е икĕ мăшăр кĕсменлĕ кимĕ).

Социаллӑ сӑмахлӑхӑн вырӑсла-чӑвашла словарӗ (2004)

аборигены

аборигенсем, тĕп халăх (пĕр-пĕр вырăнти); аборигены Австралии Австралии тĕп халăхĕ

аванс

аванс (ĕç укçин пĕр пайне малтанах пани; çав йĕркепе панă укçа е пурлăх); выдать аванс аванс пар

автаркия

автарки (пĕр-пĕр çĕршыв хăйĕн экономика ыйтăвĕсене ытти çĕршывсемпе çыхăнмасăр тивĕçтерни)

аккордный

аккордлă, курттăм (килĕшӳ тăрăх ĕçшĕн пĕр тăрук тӳлемелли); аккордная плата курттăм тӳлев; аккордная работа аккордлă ĕç

актив

1. актив (пĕр йышри чи пуçаруллă ушкăн) 2. актив (организации шутра тăракан пĕтĕм укçи-тенкипе пурлăхĕ); материальные активы пурлăх активĕсем (банкри укçа та çав шутах кĕрет)

актуальность

çивĕчлĕх, кирлĕлĕх (пĕр-пĕр ыйтăвăн, ĕçĕн); актуальность экологических проблем экологи ыйтăвĕсен çивĕчлĕхĕ

аннексия

аннекси (пĕр патшалăх теприн çĕрĕсене вăйпа тытса илни)

ассигнование

1. укçа-тенкĕ уйăрни (пĕр-пĕр ĕç тума) 2. уйăрнă укçа, хывнă укçа; ассигнования в строительство завода завод тума уйăрнă укçа

ассимиляция

ассимиляци, пĕрпекленӳ; пĕрпекленни (пĕр халăх тепĕр халăхăн чĕлхине, йăли-йĕркисене йышăнни)

атташе

атташе (дипломати представительствинчи пĕр-пĕр ĕç специалисчĕ); военный атташе çар атташи

библиотечка

библиотечка (пĕр-пĕр темăпа кăларнă кĕнекесен пуххи); библиотечка школьника шкул ачин библиотечки

билль

билль (хăш-пĕр çĕршывсенче — закон); билль о правах правăсем çинчен калакан билль

благовест

йыхрав чанĕ (кĕлле чĕнсе пĕр чана çапни)

блок

пĕрлешӳ; избирательный блок суйлав пĕрлешĕвĕ (темиçе парти, юхăм суйлав умĕн пĕр тĕллевпе пĕрлешни); военный блок вăрçă пĕрлешĕвĕ

блокада

блокада, хуплав (пĕр-пĕр çĕршыва хĕç-пăшаллă вăйпа, экономика е политика енĕпе ытти çĕршывсенчен уйăрни); взять в блокаду хупăрласа ил

бойкот

бойкот (пĕр-пĕр çынна, предприятие е партие пурте йышăнманни, унпа çыхăнманни); бойкот товаров тавар туянманни, тавар тиркени

бум

çĕкленӳ, хăпартлану (услам тăвас тĕллевпе экономикăн пĕр-пĕр отрасльне çĕклентерсе яни); строительный бум строительство çĕкленсе кайни

бургомистр

бургомистр (хăш-пĕр çĕршывсенче — хула тытăмĕн пуçлăхĕ); бургомистр Берлина Берлин бургомистрĕ

ведомство

ведомство (влаçăн пĕр-пĕр ĕçпе ĕçлекен пайĕ); юридическое ведомство юриспруденци ведомстви; военное ведомство çар ведомстви

выдача преступников

, экстрадиция преступниксене ярса пани (пĕр çĕр-шывра преступлени тунă çынна тепĕр çĕршывран тавăрни)

генеалогический

генеалоги -ĕ, йăх-несĕл -ĕ; генеалогические отношения генеалоги çыхăнăвĕсем; генеалогическое дерево йăх-несĕл тытăмĕ (пĕр-пĕр ăру çыннисен çыхăнăвĕсене схемăпа ӳкерсе кăтартни)

государственный

патшалăх -ĕ; государственное устройство патшалăх тытăмĕ; государственная власть патшалăх влаçĕ; государственная граница патшалăх чикки; государственные награды патшалăх наградисем; государственный обвинитель патшалăх айăплавçи (судра— прокурор); государственное страхование, госстрах патшалăх страхлавĕ, госстрах; государственный сектор экономики экономикăн патшалăх секторĕ; Государственная Дума Патшалăх Думи (Раççей парламенчĕн — Федераци Пухăвĕн кĕçĕн палати); государственный секретарь патшалăх секретарĕ (хăш-пĕр çĕршывсенче — министр); государственный департамент, госдепартамент патшалăх департаменчĕ, госдепартамент (США ют çĕршыв ĕçĕсен министерства)

гражданство

гражданлăх; россйиское гражданство Раççей гражданлăхĕ; двойное гражданство иккĕллĕ гражданлăх (çын пĕр вăхăтрах икĕ çĕршыв гражданинĕ пулни); лица без гражданства гражданлăхсăр çынсем

графство

графство, графлăх (Англире т.ыт. хăш-пĕр çĕршывсенче — область)

двоежёнство

икĕ арăмлăх (арçын пĕр вăхăтрах икĕ арăмпа пурăнни)

деиделогизация

идеологисĕрлĕх; идеологисĕрленни (общество пурнăçĕ, культура пĕр идеологие пăхăнас йĕрке пăрахăçланни)

демарш

демарш, утăм (пĕр çершыв теприне хирĕçлесе е асăрхаттарса панă документ); дипломатический демарш дипломати утăмĕ

департамент

1. департамент (министерство, ведомство е унăн пайĕ); Государственный департамент США США Патшалăх департаменчĕ (ют çĕршыв ĕçĕсен министерстви) 2. департамент (хăш-пĕр çĕршывсенче — администраци-территори единицы); заморскне департаменты Франции Франции тинĕс леш енчи департаменчĕсем

депутатский

депутат -е; депутатские обязанности депутат тивĕçĕсем; депутатская группа депутат ушкăнĕ (пĕр-пĕр енĕпе ĕçлекенни); депутатский корпус депутатсен пĕтĕм йышĕ

депутация

депутаци (халăх пĕр-пĕр ыйтупа суйласа янă çынсен ушкăнĕ); депутация учителей учительсен депутацийĕ

деятель

деятель, ĕçчен (пĕр-пĕр ĕçри паллă çын); политический деятель политика деятелĕ; заслуженный деятель науки ăслăлăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ

диалект

диалект (пĕр-пĕр чĕлхен вырăнти калаçу тĕсĕ); верховой и низовой диалекты чувашского языка чăваш чĕлхин тури тата анатри диалекчĕсем

диаспора

диаспора (пĕр-пĕр халăхăн тĕп пайĕнчен уйрăм, урăх çĕрте пурăнакан ушкăнĕсем); чувашская диаспора в Поволжье Атăл тăрăхĕнчи чăваш диаспори

династия

династи, йăх-несĕл (пĕр несĕлтен ларса пыракан патшасем е ĕçри çынсем); царская династия патша династийĕ; учительская династия учитель династийĕ

дипломатический

дипломати -ĕ, дипломат -е; дипломатический корпус дипломатсен йышĕ (пĕр-пĕр çĕр-шыври); дипломатический иммунитет дипломат иммунитечĕ (дипломатсен уйрăм прависем); дипломатическая почта дипломата почти; дипломатические отношения дипломати çыхăнăвĕсем

диспансер

диспансер (пĕр-пĕр чиртен сыватакан, çав енĕпе халăха асăрхаса тăракан больница); онкологический диспансер рак чирĕсен диспансерĕ

дистрикт

дистрикт (СШАра, Англире т.ыт. хăш-пĕр çĕршывсенче — администрации суд е суйлав округĕ)

дневной

1. кун -ĕ; кулленхи, пĕр кунхи; дневной заработок пĕр кунхи ĕç укçи 2. кăнтăрлахи; работа в дневную смену кăнтăрлахи сменăра ĕçлени; дневное отделение института институтăн кăнтăрлахи уйрăмĕ

докладная

докладной, хыпарлав (пĕр-пĕр ыйтупа пуçлăха çырса пĕлтерни)

доктрина

доктрина, вĕрентӳ (пĕр-пĕр пайăр ыйтупа сĕннĕ теори); философская доктрина философи вĕрентĕвĕ; внешнеполитическая доктрина тулашри политика доктрини

доктринёр

доктринёр (пурнăçри çĕнĕ пулăмсене уямасăр пĕр-пĕр вĕрентĕве тытса пыракан)

доктринёрство

доктринёрлăх (пĕр-пĕр вĕрентĕве ним шухăшламасăр, суккăрла пăхăнса тăни)

досье

досье (пĕр-пĕр çын е ĕç çинчен пухнă материалсем); секретное досье вăрттăн досье

дотационность

дотацилĕх (пĕр-пĕр регион, предприяти дотаци илсе тăни)

единовластие

пĕр влаçлăх (власть пĕр алăра пулни)

единогласие

пĕр сасăлăх, пĕр кăмăллăх (сасăлавра)

единогласный

пĕр сасăллă, пĕр кăмăллă; единогласное решение пĕр кăмăллă йышăну

единоличный

пайăр; пĕр çын единоличная власть пĕр çын влаçĕ; единоличное решение начальника пуçлăх пĕччен тунă йышăну

единомыслие

пĕр шухăшлăх

единоначалие

пĕр тытăмлăх, пĕр пуçлăхлăх (ĕçри яваплăх пĕр çынра пулни)

единоплеменник

ăруташ, йăхташ (пĕр ăру, йăх çынни)

единый

пĕр пĕтĕм, пĕрлĕхлĕ; единая государственная аттестация пĕр пĕтĕм патшалăх аттестацийĕ

еретик

еретик (пĕр-пĕр ересь майлă çын)

жандармерия

жандармери (хăш-пĕр çĕршывсенче — политикăлла полици; Раççейре жандармери 1917 çулччен пулнă)

жаргон

жаргон, пуплерĕш (пĕр-пĕр социаллă ушкăнăн хăйне евĕрлĕ уйрăмлăхсемпе палăрса тăракан калаçăвĕ); воровской жаргон вăрă пуплерĕшĕ

журнал

1. журнал (паллă хушăра пĕр ятпа тухса тăракан кăларăм); общественно-политический журнал общество-политика журналĕ; редакция журнала журнал редакцийĕ 2. журнал (ĕç çинчен çырса пымалли кĕнеке, тетрадь); журнал регистрации регистраци журналĕ

жюри

1. жюри (ăмăртăва пахалакан специалиçтсен ушкăнĕ); жюри международного конкурса тĕнчери конкурс жюрийĕ 2. жюри (хăш-пĕр çĕршывсенче — присяжнăйсен сучĕ)

запрос

1. ыйту; ыйтни; депутатский запрос депутат ыйтни (пĕр-пĕр сăлтавпа ĕç тăвакан власть органне ыйтса çырни) 2. ыйту, нуша; удовлетворять культурные запросы населения халăхăн культура ыйтăвĕсене тивĕçтер

землячество

ентешлĕх, янташлăх (пĕр енчи çынсен тепĕр çĕрти пĕрлешĕвĕ); чувашское землячество в Москве чăвашсен Мускаври ентешлĕхĕ

идентичный

пĕр пек, пĕр пĕлтерĕшлĕ; дипломатические ноты идентичного содержания пĕр пĕлтерĕшлĕ дипломати нотисем

идеолог

идеолог (пĕр-пер идеологие палăртса хӳтĕлекен); идеологи демократических преобразований демократилле улшăнусен идеологĕсем; идеологи международного терроризма тĕнчери терроризм идеологĕсем

идеология

идеологи (общество е пĕр-пĕр класс, ушкăн ăс-тăнĕнче палăракан тĕп шухăшсен системи); коммунистическая идеология коммунизм идеологийĕ; борьба двух идеологий икĕ идеологи кĕрешĕвĕ

идиш

идиш (еврейсен пĕр пайĕ калаçакан чĕлхе; инди-европа чĕлхисен герман ушкăнне кĕрет)

известие

1. хыпар, пĕлтерӳ; пĕлтерни; последние известия çĕнĕ хыпарсем 2. Известия Хыпарсем (хăш-пĕр пичет органĕсен ячĕ); Известия Чувашской национальной академии наук и искусств Чăваш наци ăслăлăхпа ӳнер академийĕн хыпарĕсем

издольщина

пай ĕçлевĕ; пайран ĕçлени (илнĕ тупăшăн пĕр пайĕшĕн ĕçлемелли аренда йĕрки)

иммигрант

иммигрант (пĕр çĕр-шывран тепĕр çĕршыва пурăнма куçнă çын)

империя

1. импери (монархи йышши патшалăх); колониальная империя колониллĕ импери 2. импери (пĕр алăри пысăк пуянлăх, власть); финансовая империя финанс империйĕ

интернационализация

1. интернационализаци (пĕр территорипе, портпа т.ыт. пур çĕршывсем те усă курмлла туни) 2. интернацилев; интернацилени, интернациленни (тĕнчери чи май çĕршыв хутшăнни); интернационализация промышленности промышленность интернациленни; интернационализация вооружённого конфликта хĕç-пăшаллă хирĕçĕве интернацилени

интернационализм

интернационализм, интернацилĕх (халăхсем пĕр шухăшлă пулмалли, килĕштерсе ĕçлемелли принцип)

кампания

1. кампани (пĕр планпа паллă вăхăтра ирттерекен вăрçă ĕçĕсем); зимняя кампания хĕллехи кампани 2. кампани (пысăк тĕллеве пурнăçламалли ĕçсем); предвыборная кампания суйлав умĕнхи кампани

канонизация

канонлав; канонлани (православи тата католик чиркĕвĕнче — пĕр-пĕр çынна çветтуйсен шутне кĕртме йышăнни)

капитуляция

парăну, капитуляци; парăнни; безоговорочная капитуляция пĕр сăмахсăр парăнни; акт о капитуляции капитуляци акчĕ

капрал

капрал (хăш-пĕр çĕршывсен çарĕсенче — кĕçĕн командир чинĕ; Раççей çарĕнче капралсем XVIII ĕмĕр вĕсĕччен пулнă)

карабинеры

карабинерсем (Италири, Чилири т.ыт. хăш-пĕр çĕршывсенчи жандармери ячĕ)

кафедра

1. кафедра (сăмах каламалли вырăн, трибуна), церковная кафедра чиркӳ кафедри 2. кафедра (аслă шкулта— пĕр предмета вĕрентекенсен ушкăнĕ); заведующий кафедрой кафедра пуçлăхĕ

клуб

1. клуб (культурăпа çутĕç учрежденийĕ); сельский клуб ялти клуб; заводской клуб завод клубĕ 2. клуб (пĕр профессиллĕ е пĕрешкел интереслă çынсен пĕрлешĕвĕ); спортивный клуб спорт клубĕ; клуб избирателей суйлавçăсен клубĕ

книжка

кĕнеке (документ формы); трудовая книжка ĕç кĕнеки; абонементная книжка абонемент кĕнеки; зачётная книжка зачёт кĕнеки; членская книжка член кĕнеки (пĕр-пĕр организацире тăнине çырĕплетекенни)

кодекс

кодекс (пĕр ыйтупа кăларнă законсен пуххи); уголовный кодекс уголовлă кодекс; гражданский кодекс граждан кодексĕ; кодекс законов о труде ĕçлев законĕсен кодексĕ

коллегия

1. коллеги (канашлу органĕ); коллегия министерства министерство коллегийĕ; редакционная коллегия газеты хаçатăн редакци коллегийĕ 2. коллеги, пĕрлешӳ (пĕр професси çыннисем); коллегия адвокатов адвокатсен пĕрлешĕвĕ

колледж

колледж (хăш-пĕр ăслă тата ятарлă вăтам шкулсен ячĕ); технический колледж техника колледжĕ

комиссар

1. комиссар (политика е патшалăх ĕçĕнчи ертӳçĕ); народный комиссар халăх комиссарĕ (1917—1946 çулсенче правительствăна кĕнĕ çын, отрасль ертӳçи); военный комиссар çар комиссарĕ 2. комиссар (хăш-пĕр çĕршывсенче— полици чиновникĕ)

комиссия

1. комисси (пĕр-пĕр ĕç тума çирĕплетнĕ ушкăн); мандатная комиссия мандат комиссийĕ; счётная комиссия шутлав комиссийĕ; парламентские комиссии парламент комиссийĕсем; комиссия законодательных предположений законсем сĕнекен комисси; приёмная комиссия в вузе аслă шкула вĕренме йышăнакан комисси; юбилейная комиссия юбилей комиссийĕ 2. комисси (тавар сутма илни, япаласем сутса пани); брать на комиссию автомобили автомобильсем сутта ил

комитет

1. комитет (патшалăх тытăмĕн пĕр-пĕр ĕçе ертсе пыракан органĕ) 2. комитет (политика е общество организацийĕ ертсе пыракан суйлавлă орган); профсоюзный комитет профсоюз комитечĕ; центральный комитет партии партин тĕп комитечĕ

коммуна

1. коммуна, пĕрлешӳ, эртел; трудовая коммуна ĕç эртелĕ; жить коммуной пĕрлешсе пурăн (пурлăха уйăрмасăр) 2. коммуна (Италире, Францире, Бельгире т.ыт. хăш-пĕр çĕршывсенче ял, пĕчĕк хула); сельская коммуна ял коммуни

конвенция

конвенци, килĕшӳ (икĕ е темиçе çĕршыв пĕр-пĕр пайăр ыйтупа туни); таможенная конвенция таможня конвенцийĕ

конгресс

1. конгресс, пуху; международный конгресс тĕнчери конгресс 2. конгресс (СШАра т.ыт. хăш-пĕр çĕршывсенче — парламент ячĕ) 3. Индийский национальный Конгресс Индири наци Конгресĕ (влаçра тăракан парти ячĕ)

кондоминиум

1. кондоминиум (пĕр çĕр лаптăкне темиçе патшалăх тытса тăни) 2. пĕрлехи харпăрлăх (темиçе хуçа çĕр лаптăкĕпе ун çинчи çурт-йĕре пĕрле тытса тăни)

конкуренты

конкурентсем, тавçăсем (пĕр ĕçре пĕр-пĕринпе тавлашакансем, тупăшса ĕçлекенсем); эти фирмы являются конкурентами ку фирмăсем тупăшса ĕçлеççĕ

консенсус

консенсус, тулли килĕшӳ (парламентсенче, çĕршывсем хушшинчи калаçусенче мĕнле те пулин ыйтупа пурин шухашĕ те пĕр килсен сасăламасăр йышăну туни); депутаты парламента пришли к консенсусу парламент депутачĕсем тулли килĕшĕве килчĕç

консул

консул (ют çĕршывăн пĕр-пĕр пайĕнчи дипломати представителĕ)

консультант

консультант, канашçă (пĕр-пĕр специальноçпа канаш парса пулăшакан); финансовый консультант финанс ĕçĕн консультанчĕ

корифеи

корифей, ăста (пĕр-пĕр ĕçре чапа тухнă çын); корифеи российской науки Раççейри ăслăлăх ăстисем

корпус

1. корпус (çар пĕрлешĕвĕ); танковый корпус танк корпусĕ; стрелковый корпус çуран çар корпусĕ; 2. корпус, йыш; законодательный корпус закон кăларакансен йышĕ; дипломатический корпус дипломатсен корпусĕ (пĕр-пĕр çĕршыври урăх çĕршывсен дипломачĕсем)

кровный

тăван, пĕр тăхăмлă; кровное родство тӳрĕ тăванлăх; кровная месть тăваншăн тавăрни (авалтан юлнă тискер йăла)

куратор

куратор, асăрхавçă (ĕçĕн пĕр-пĕр пайăр пайне асăрхаса тăракан), куратор студенческой группы студентсен ушкăнĕн кураторĕ

кюре

кюре (Францире, Бельгире т. ыт. хăш-пĕр çĕршывсенче — католик священникĕ)

ламаизм

ламаизм (буддизмăн пĕр тĕсĕ)

ландтаг

ландтаг (Австрире т.ыт. хăш-пĕр çĕршывсенче — вырăнти тытăмăн суйлавлă органĕ)

латифундия

латифунди (хăш-пĕр çĕршывсенче— пуян çĕр улпучĕн хуçалăхĕ), латифундии Бразилии Бразилири латифундисем

лицензия

лицензи (патшалăх органĕсем пĕр-пĕр ĕç тума ирĕк пани); охотничья лицензия сунар лицензийĕ; Экспортная лицензия экспорт лицензийĕ; приобрести лицензию лицензи туян

лобби

лобби (власть органĕнче пĕр-пĕр ушкăн интересĕсене хутĕлекен çынсем)

магистр

магистр (хăш-пĕр çĕршывсенче — ăслăлăхри кĕçĕн пусăмра тăракан çын)

магистрат

магистрат (хăш-пĕр çĕр-шывсенче — хула тытăмĕн органĕ)

марка

1. марка (тӳлев палли); почтовая марка почта марки; гербовая марка гербла марка (тĕрлĕ тӳлев тунине ĕнентерекенни) 2. тăмха, клеме; фабричная марка фабрика клеми 3. марка, сорт; товар высшей марки чи паха тавар 4. марка (хăш-пĕр çĕршывсенчи укçа ячĕ)

маркиз

маркиз (Хĕвел анăç Европăри хăш-пĕр çĕршывсенче — дворян титулĕ)

маршал

1. маршал (Раççейри т.ыт. хăш-пĕр çĕршывсенчи чи аслă çар званийĕ) 2.: маршал сейма Польши Польша сеймĕн ертӳçи

меджлис

меджлис (Иранри, Азербайджана т. ыт. хăш-пĕр çĕршывсенчи парламент ячĕ)

меморандум

меморандум (пĕр-пĕр ыйтупа правительство хăйĕн шухăшĕсене çырса палăртнă дипломати докуменчĕ)

миссия

мисси, элчĕлĕх (пĕр-пĕр ĕçпе янă яваплă ушкăн); дипломатическая миссия дипломати миссийĕ; военная миссия çар миссийĕ

многоженство

нумай арăмлăх (пĕр арçын темиçе арăмпа пурăнни)

мокша

мăкшăсем (мордва халăхĕн пĕр пайĕ)

монарх

монарх (патшалăха пĕр-пĕччен тытса тăракан çын— патша, король, эмир т.ыт.)

моногамия

, единобрачие моногами (пĕр арçын пĕр хĕрарăмпа пурăнни)

моногенизм

моногенизм, пĕр несĕллĕх (этемлĕхĕн тĕрлĕ расисем пĕр тăхăмран аталаниине çирĕплетекен вĕрентӳ)

монополия

1. монополи (пĕр-пĕр ĕç пĕтĕмпех пĕр алăра пулни); государственная монополия внешней торговли тулашри суту-илӳри патшалăх монополийĕ 2. монополи (капиталистсен пĕрлешĕвĕ); финансовая монополия финанс монополийĕ

монопольный

монополилле, пĕр алăри; монопольное право монополилле право; монопольные цены монополиллле хаксем (пĕртен-пĕр предприяти е монополи палăртаканнисем)

монотеизм

монотеизм, пĕр турăлăх (пĕртен-пĕр турра йышăнакан, ăна пуççапни çинче никĕсленсе тăракан тĕн вĕрентĕвĕсем; сăм., христианство, ислам, иудаизм)

музей-квартира

хваттер музей (пĕр-пĕр паллă çынна асăнса уçни)

мэр

мэр (хăш-пĕр çĕршывсенче вырăнти тытăм органĕн — муннципалитетăн пуçлăхĕ); мэр города Москвы Мускав хулин мэрĕ

народ

1. халăх (пĕр çĕршывра пурăнакан мĕн пур çынсем); американский народ Америка халăхĕ 2. халăх (пĕр чĕлхепе калаçакан, пĕр несĕллĕ çынсем); чувашский народ чăваш халăхĕ

натурализация

натурализаци (пĕр çĕршыв çыннине тепĕр çĕршыв гражданлăхĕ пани)

нация

1. наци, халăх (пĕр несĕллĕ çынсен авалтан чăмăртаннă пĕрлĕхĕ); русская нация вырăс нацийĕ 2. наци, патшалăх; содружество наций нацисен пĕрлешĕвĕ

нейтралитет

нейтралитет (вăрçа хутшăнманни, кĕрешекен пĕр енĕ майлă та пулманни); политика нейтралитета нейтралитет политики; придерживаться нейтралитета нейтралитет тыт, нейтраллă пул

номенклатура

номенклатура (пĕр-пĕр ĕçри ятарлă ятсем, сăм., политика партийĕсен ячĕсем, таварсен списокĕ т.ыт.); номенклатура изделий изделисен номенклатури

обмен

1. улăшу (хире-хирĕç çыхăну); международный обмен тĕнчери улăшу; научный обмен ăслăлăх улăшăвĕ 2. улăшу, ылмашу; улăштарни, ылмаштарни; обмен квартир хваттер улăштарни; обмен опытом пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни; пункт обмена валюты валюта улăштаракан пункт

однодневный

пĕр кун -ĕ; пĕр кунлăх; однодневный дом отдыха пĕр кунлăх кану çурчĕ; однодневный заработок пĕр кун укçи

однополюсность

пĕр полюслăх (тĕнчере пĕр вăйлă çĕршыв пуç пулса тăни)

опека

опека (пĕр çынна тепĕр çын е пĕр çĕршыва тепĕр çĕршыв пăхса тăни); международная опека тĕнчери опека (çĕршыва, территорие ООН ячĕпе пăхса тăни); взять сирот под опеку тăлăх ачасене опекăна ил

оппонент

оппонент, тавçă (пĕр-пĕр çыннăн шухăшне хирĕç тухса калакан)

панисламизм

панисламизм (ислам тĕнне тытакан мĕн пур халăхсене пĕр патшалăха пĕрлештерессишĕн тăракан юхăм)

пантеизм

пантеизм (Турă тата çут тĕнче пĕр япалах текен тĕнпе философи вĕрентĕвĕ)

паритет

1. танлăх, пĕр танлăх; военно-стратегический паритет çар-стратеги танлăхĕ; паритет стран в вооружениях çĕршывсен хĕç-пăшалĕ тан шайра пулни 2. пĕр виçелĕх, пĕр шайлăх (тавлашăва пăхнă чухне икĕ енĕ те тан представитель уйăрни) 3. шайлашу; валютный паритет валютăсен шайлашăвĕ

паства

паства (пĕр чиркĕве çӳрекенсен йышĕ)

подданство

подданство (çын пĕр-пĕр патшалăх гражданинĕ шутланни); принять подданство Бельгии Белый подданствине йышăн

поколение

ăру, сыпăк (пĕр ӳсĕмри çынсен йышĕ); старшее поколение аслă ăру; молодое поколение çамрăк ăру; три поколения одного рода пĕр йăхăн виçĕ сыпăкĕ (сăм., аслашшĕсем, ашшĕсем, ывăлĕсем)

полигамия

, многобрачие полигами (пĕр арçын темиçе хĕрарăмпа е пĕр хĕрарăм темиçе арçынпа пурăнни)

притч

чиркӳ ĕçченĕсем (пĕр чиркӳри)

провинция

1. провинци (хăш-пĕр çĕршывсенче— область) 2. провинци, инçет вырăн (центртан шутласан)

протекторат

протекторат (хăш-пĕр ирĕклĕхсемпе усă куракан колони)

равенство

танлăх, пĕр танлăх; равенство граждан перед законом граждансен закон умĕнчи танлăхĕ

равный

тан, пĕр тан; равная безопасность пĕр тан хăрушсăрлăх; равное избирательное право тан суйлав прави

регентство

регентлăх (патшалăх влаçне пĕр регент е регентсен канате тытса тăни)

резервации

резервацисем (хăш-пĕр çĕршывсенче — вырăнти халăх çыннисене пурăнма уйăрнă çĕрсем)

резидент

резидент (пĕр çĕршывăн тепĕр çĕршыври разведчикĕсене ертсе пыракан)

реституция

реституци (вăрçă вăхатĕнче пĕр çĕршывран теприне илсе кайнă пурлăха каялла тавăрни)

родословная

йăх-ăру ĕлки, несĕл тытăмĕ (пĕр йăхăн тĕрлĕ сыпăкĕсене çыхăнуллăн кăтартса тухни)

родство

тăванлăх; прямое родство тӳрĕ тăванлăх; кровное родство пĕр тăванлăх

самообложение

ирĕклĕ сулăм (çынсен йышĕ пĕр-пĕр ĕç тума харпăр ирĕкĕпе укçа пухни)

сенат

сенат (хăш-пĕр çĕршывсенче— парламентăн аслă палати); сенат США США сеначĕ

служба

1. служба, ĕç; служба в армии çар служби; поступить на службу ĕçе кĕр 2. служба (пĕр-пĕр отрасльри учрежденисем); служба быта йăла служби; разведывательные службы разведка службисем; служба занятости ĕçе вырнаçтаракан служба

слушание

итлев; итлени; пăхса тухни; парламентские слушания парламентри итлев (пĕр-пĕр ыйтăва сӳтсе явни); слушание дела в суде ĕçе судра пăхса тухни

собрание

1. пуху; закрытое собрание хупă пуху; общее собрание пĕрлехи пуху; собрание избирателей суйлавçăсен пухăвĕ; повестка дня собрания пуху кун йĕрки 2.: Национальное собрание Наци пухăвĕ (хăш-пĕр çĕршывсенче— парламент)

солидарность

пĕр шухăшлăх; солидарность с забастовщиками забастовщиксемпе пĕр шухăшлă пулни

спонсор

спонсор, хунта (пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама укçа парса пулăшакан); спонсоры выставки картин картинăсен выставкин спонсорĕсем

справка

1. справка (ĕнентерӳ хучĕ); справка о составе семьи кил-йыш составĕн справки; справка о состоянии здоровья сывлăх справки 2. справка, ăнлантару, хыпар; стол справок справка сĕтелĕ; дать справку на собрании пухура ăнлантарса пар (пĕр-пĕр ыйтăва)

стабильный

пĕр шайлă, пĕр тикĕс, тăтхаллă, çирĕп; стабильные цены пĕр шайлă хаксем; стабильные темпы роста пĕр тикĕс ӳçем хăвăртлăхĕ

статс-секретарь

статс-секретарь (хăш-пĕр çĕршывсенче — министр е аслă пусăмри чиновник)

стенограмма

стенограмма (каланине пĕр сиктермесĕр çырса пыни); стенограмма собрания пуху стенограмми

султан

султан (хăш-пĕр çĕршывенчи мусульмансен патши е йăх пуçĕ); султан Омана Оман султанĕ

языковой

чĕлхе -ĕ; языковой барьер чĕлхе чăрмавĕ (тĕрлĕ халăх çыннисем пĕр-пĕрин чĕлхине пĕлменни); языковая ситуация чĕлхе тĕлĕшĕнчи лару-тăру; языковое общение чĕлхепе хутшăнни

шах

шах (тухăçри хăш-пĕр çĕр-шывсенче— патша ячĕ)

штат

штат (СШАра, Мексикăра т.ыт. хăш-пĕр çĕршывсенче— федерацие кĕрекен администраци единици); правительство штата штат правительстви

частичный

тулли мар, çурма; частичная безработица çурма ĕçсĕрлĕх (тулли мар кун е эрне ĕçлени); частичные выборы тулли мар суйлав (депутатсен пĕр пайне суйлани)

человеко-день

çын-кун (пĕр çын пĕр кун ĕçленине шута илмелли виçе)

централизованный

централизациллĕ, централизациленĕ; централизованное снабжение централизациленĕ тивĕçтерӳ (сăм., таварсене пĕр центртан парса тăни); централизованное планирование централизациллĕ майпа планлани

церковь

1. чиркӳ, кĕлĕ çурчĕ (христиансен); соборная церковь собор чиркӳ, аслă чиркӳ (пĕр çĕрти чиркӳсенчен чи хисепли); сельская церковь ялти чиркӳ 2. чиркӳ, тĕн; православная церковь православи чиркĕвĕ; католическая церковь католик чиркĕвĕ

цикл

1. цикл, çаврăм (анлă ĕçсен пĕр тапхăрĕ); экономический цикл экономика çаврăмĕ (пĕр ӳсни, пĕр чакни); производственный цикл производство циклĕ 2. ярăм; цикл лекций лекци ярăмĕ

унитарный

1. унитарлă, пĕрлĕхлĕ; унитарное государство пĕрлĕхлĕ патшалăх (федераци йышши мар) 2. унитарлă (харпăрлăхăн пĕр формиллĕ); государственное унитарное предприятие патшалăх унитарлă предприятийĕ

экология

экологи (пĕр хутлăхри ӳсен-тăранпа чĕр чунсен тата çын ĕçĕ-хĕлĕн çыхăнуллă шайлашăвĕ; çакна тĕпчекен ăслăлăх); экология природы çут çанталăк экологийĕ

эксперт

эксперт (пĕр-пĕр ятарлă ыйтупа канаш паракан специалист); финансовый эксперт финанс эксперчĕ

энциклопедия

энциклопеди (пур енлĕ пĕлӳлĕхе е пĕр ăслăлăх ăнлавĕсене çырса кăтартакан словарь); медицинская энциклопедия медицина энциклопедийĕ; Краткая чувашская энциклопедия Кĕске чăваш энциклопедийĕ

фанатизм

фанатизм, фанатлăх (пĕр-пĕр шухăша ăссăрла парăнса тăни); религиозный фанатизм тĕн фанатизмĕ

фельдмаршал

фельдмаршал (Англире т.ыт. хăш-пĕр çĕршывсенче — чи аслă çар чинĕ)

флот

1. флот (пĕр ĕçри карапсен пĕтĕм йышĕ); военно-морской флот тинĕс çар флочĕ; торговый флот суту-илӳ флочĕ; промысловый флот промысла флочĕ 2. флот (тинĕс çар вăйĕсен пайĕ); балтийский флот Балти флочĕ

тарифный

тариф -ĕ; тариф система тариф йĕрки; тарифные ставки ĕç укçи виçисем (пĕр сехет е пĕр кун валли палăртнисем); тарифный разряд тариф разрячĕ

тендер

тендер (туянакан хăй ирттерекен тĕнчери торги; сутакансем унăн ыйтăвĕсене пĕр-пĕринпе ăмăртса тивĕçтереççĕ)

термин

термин (ăслăлăх, пĕр-пĕр ĕç ăнлавне палăртакан сăмах е майлашу); термины техники техника терминĕсем

территориальный

территори -ĕ; территориальная целостность страны çĕршывăн территори пĕр пĕтĕмлĕхĕ; территориальные воды территори шывĕсем (çĕршыв çыранĕ çумĕнчи тинĕс тăрăхĕ); территориальная избирательная комиссия территори суйлав комиссийĕ

трансферт

трансферт (валютăна е ылтăна пĕр çĕршывран тепĕр çĕршыва куçарни)

тред-юнионы

тред-юнионсем (Англири тата ытти хăш-пĕр çĕршывсенчи профсоюзсен ячĕ)

Чӑвашла-эсперантолла сӑмах кӗнеки

авал

[aval]
en antikveco, antaŭ tre longe
ĕлĕк-авал пĕр çĕршывра патша пурăннă тет — iam antau longe vivis reĝo
вĕсем авалах пуян пурăннă — ili antaŭ longe vivis riĉe
 авалтан — ekde antikveco, de antaŭ longe
 авалхи — antikva, antŭepoka

ăçта

[oŝjta]
kie(n)
ăçта васкатăн — kien vi rapidas?
ăçта тĕл пулатпăр? — kie ni renkontiĝu?
эс(ĕ) ăçта ĕçлетĕн? — kie vi laboras
кирек ăçта та пěр хěвел — ĉie estas la sama suno
ăçтан — de kie, el kie
кирек ăçтан тупса кил — portu de kie ajn
ăçтан килетĕн? — de kie vi venas?
ăçталла? — kiudirekte? kien?
эппин, ăçта та пулин кайса килĕпĕр — do, ni vizitu ion (ni iru iun lokon)
таçта — ie(n), ne klaras kie(n)
таçта кайса кĕнĕ — ien malaperis
таçта кайсан та — se oni iru ien (kie ajn oni iru)
ниçта — nenie(n), ĉie(n), ie(n) ajn
вĕсем ниçта та çук — ili estas nenie
эпир ăçта пурăнсан та — ni vivus (loĝus) ie ajn
ниçта кайса кĕме çук — eblas iri nenien

вăхăт

[vohot]
tempo
вырăнти вăхăт — loka tempo
Мускав вăхăчĕпе — laŭ la moskva tempo
тĕрĕс вăхăт — preciza tempo
вăхăт иртет — tempo pasas
вăхăта ахаль ан ирттер — ne pasigu vane la tempon
вăхăт кĕтмест — la tempo ne atendas
вăхăт ним(ĕн) тума та çитмест — la tempo mankas por fari ion ajn
мĕн вăхăт? — kioma horo estas?
вăрçă вăхăтĕнче — dum la milito
апат вăхăчĕ — manĝotempo
çула тухма вăхăт — tempas ekiri
апат çиме вăхăт çитрĕ — tempas manĝi
ман(ăн) пач(ах) та вăхăт çук — mi tute ne havas tempon
иртнĕ вăхăт — pasinta tempo
хальхи вăхăт — nuna tempo
пĕр вăхăт — iam, siatempe
хăй вăхăтĕнче — siatempe
вăхăт çитиччен — pli frue. anticipe
çав вăхăтрах — en la sama tempo
вăхăтлă — ĝustatempa

ен

[enj]
flanko, lando, regiono
сылтăм ен — dekstra flanko
пур енчен те — de ĉiu flanko
тăван ен — hejmlando, naskiĝlando
паха ен — valora flanko
пирĕн енсем унта çӳремеççĕ — la niaj tien ne iras
енчен — rilate al
мал ен — antaŭa flanko
oriento
кай ен — malantaŭa flanko
okcidento
каç енне — ĉe la komenco de vespero
пĕр енчен — de unu flanko
тепĕр енчен — de alia flanko
пĕр енлĕ — unuflanka
кĕпер леш енĕ ешĕл улăх — de la alia flanko de la ponto estas verda kampo
Алтай Енĕ — Altaja regiono, regiono de Altajo
Чăваш Ен — ĉuvaŝa lando, ĉuvaŝio

ирт

[irt]
(preter)pasi (pasu)
иртме май çук — ne eblas pasi
вăхăт иртет — la tempo pasas
иртнĕ вăхăт — la pasinta tempo
пĕр уйăх иртрĕ — pasis unu monato
иртнĕ каç — lastan nokton, lastan vesperon
иртнĕ çулхи — lastjara
виççĕ иртни пилĕк минут — estas kvin minutoj post la tria
иртсе кай — pasi, pasi for (preter), pretepasi
antaŭpasi
пулса ирт — okazi
тĕл пулу мĕнле иртрĕ? — kiel pasis la renkont(iĝ)o?
ирттер — lasi pasi
pasigi (tempon, aranĝon)

кан

[kan]
ripozi (ripozu)
кайса кан — iri ripozi
ларса кан — ripozi (side)
канса ил — repozeti
канмалли кун — ripoztago
пĕр канмасăр — sen paŭzo, sen ripozo

кĕçĕн

[keĵenj]
pli juna
кĕçĕн хĕр  — pli juna filino
кĕçĕн ывăл — pli juna filo
кĕçĕн ăслăлăх ĕçтешĕ — malsupera scienca laboranto
кĕçĕн классене вĕрентекен — instruisto en baza lernejo
вăл манран пĕр çул кĕçĕн — li (ŝi) estas pli juna ol mi je unu jaro

килĕш

[kileŝ]
plaĉi (plaĉu), konsenti (konsentu), taŭgi (taŭgu)
вăл мана питĕ килĕшет — li (ŝi) tre plaĉas al mi
пĕр-пĕрне килĕш — plaĉi unu al alia
эп(ĕ) санпа килĕшетĕп — mi konsentas kun vi
сана çак кĕпе питĕ килĕшет - tiu ĉi robo tre taŭgas (konvenas) por vi

пай

[paj]
parto, fako, porcio, detalo
сана пĕр пай паратпăр — ni donos al vi parton
виçĕ пайĕнчен пĕр пайĕ — triono
саппас пайсем — krompecoj, vicpecoj
концерт пайĕ — parto de koncerto
пуплев пайĕсем — vortospeco
пĕр тан пайсем çине уйăр — dividi je egalaj partoj
пайла — dividi
пайлан — dividiĝi

пек

[pek/bek]
simila, kvazaŭ
пĕр пек — egala, samgranda
эс(ĕ) ун пекех — vi estas simila kiel li (ŝi)
тимĕр пек — fersimile
кун пекки тĕлĕкре те тĕлленмен — tion ĉi mi eĉ ne sonĝis

пĕрре

[per/re]
unu, unufoje; neniom, tute
пĕр сехет — unu horo
пĕр тенкĕ — unu rublo
пĕр хут — unu fojon
тепĕр — alia, ankoraŭ unu
çитнĕпе пĕрех — preskaŭ venis
пĕртен пĕр — unusola, unika
пĕр çын — certa persono, unu persono, iu homo
пĕр енчен... — de unu flanko
тем те пĕр — plej diversaj aĵoj, kio ajn
пĕр вăхăтрах — samtempe
пĕр кун — unu tagon
пĕр-пĕччен — tute sola
пĕрер — po unu, laŭvice
пĕрле — kune
пĕрлехи — kuna, komuna, kolektiva
пĕрлеш — unuiĝi, kuniĝi
пĕрлештер — unuigi, aligi, kunigi
пĕрлешӳ — unio, unuiĝo, unueco
ligo, komunumo
пĕрлĕх — unueco, ligo
пĕрмай — ĉiam
пĕр-пĕрне — unu la alian
пĕрре çитет — baldaŭ estas la unua horo
пĕррере тĕл пулатпăр — ni renkontuĝu je la unua horo
вăл пĕрре те ватăлман — li (ŝi) neniom maljuniĝis
пĕрре вуннăмĕш — unu dekono
çулталăкра пĕрре — unufoje en la jaro
пĕррехинче — unufoje, unu tagon
пĕрре çурă — unu kaj duono
пĕрремĕш — unua
пĕрремĕшĕнчен — unue
пĕртăван — frato aŭ fratino, parenco
пĕрче — ero (de io)
вăлча пĕрчи — kaviarero
мамăк пĕрчи — lanugero
ахах пĕрчи — perlo
улăм пĕрчи — pajlero
шăрçа пĕрчи — bido
юр пĕрчисем — neĝeroj

пĕтĕм

[pedem]
tuta, totala, entuta
пĕтĕм тĕнче — la tuta mondo
пĕтĕм халăх пухăнчĕ — ĉiuj knaboj venis
пĕтĕм продукци — la tuta produkaro
пĕр пĕтĕм — unueca, tuteca
пĕтĕм тĕнчери — tutmonda
пĕтĕм тупăш — totala enspezo
пĕтĕмĕшле — resuma, totala
пĕтĕмĕшпе — resume, entute
пĕтĕмлет — konkludi
пĕтĕмлетӳ — konkludo

пулăш

[puloŝ]
helpi (helpu)
пĕрне-пĕри пулăш — helpi unu la alian
укçапа пулăш — helpi per mono
эп(ĕ) сана мĕнпе пулăшма пултаратăп? — kiel mi povas helpi vin?
эмел пулăшрĕ — la kuracilo helpis
пулăшса тăр — helpadi
туссем пулăшнипе — dank'al helpo de amikoj
пĕр пулăшмасăр — sen helpi, sen helpo
пулăшу — helpo
пулăшусăр — senhelpa
пулăшу укçи — monhelpo

сехет

[sehe'tj]
horo(j); tempo
ирхине ултă сехетре — matene je la sesa horo
пĕр-икĕ сехетрен — post unu-du horoj
пĕр сехет хушшинче — dum unu horo
çур сехетрен — post duonhoro
алă сехечĕ — manhorloĝo
сехет йĕппи — hormontrilo
сехет мала кайать — la horloĝo fruas
сехет кайа юлать — la horloĝo malfruas
сехет чарăннă — horloĝo haltis

çăкăр

[ŝjogor]
pano
çăкăр сăмси — pankrusto
çăкăр-тăвар — manĝaĵo, pano kaj salo, bonveniga regalo
пĕр татăк çăкăр пар-ха — bonvolu doni pecon da pano

çĕр

[ŝher]
tero, tera; putri
çĕр улми — terpomo
çĕр тĕнĕлĕ — tera akso
çĕр туртăмĕ — teraltiro
çĕр хуппи — terkrusto
çĕр чăмăрĕ — terglobo
хура çĕр — humtero
çĕр сийĕ — tertavolo
çĕр хăвăлĕ — kaverno, subterejo
пулăхлă çĕр — fekunda grundo
акман çĕр — nekulturita tero
çĕр лаптăкĕ — terpeco, terparcelo
çĕр валеç — distribui teron
çĕр тара ил — lui teron
çĕр тара пар — luigi teron
пĕр çĕрте — en unu loko
пур çĕртен те — de ĉie
çĕр çырли — frago
çĕрсе кай — forputri

çĕр

[ŝher]
nokto, nokta
кĕрхи çĕр — aŭtuna nokto
пĕр çĕрлĕхе — por unu nokto
çĕр варринче — dum nokto
çĕр каç — noktumi pasigi notkon

çул

[ŝjul(dalok)]
jaro
аллă çул — kvindek jaroj
аллă çулхи çын — kvindekajara homo
иртнĕ çул — lasta jaro
килес çул — sekva jaro, sekvajare
пĕр çул кайалла — antaŭ unu jaro
çĕнĕ çул — nova jaro
çĕнĕ çул ячĕпе! — feliĉan novan jaron!
çур çул — duonjaro
вĕренӳ çулĕ — lernojaro
вăрçă çулĕсем — militjaroj
çулталăк вăхăчĕсем — sezonoj
çулталăкра пĕрре — unufoje jare
çулталăкри ача — unujara infano
çулталăкри тупăш — jarprofito
çулталăк кĕнеки — kalendaro
çулташ — kunvojulo, samvojulo, kunvojaĝanto

тан

[tan]
egala, sama
пĕр тан — egala
тан мар — malegala
пур(ă)нăçпа тан пыр — marŝi laŭtakte kun la nuntempa vivo
танлаш — egaliĝi, fariĝi samgranda
танлаштар — kompari
вĕсене ан танлаштар — ne komparu ilin
танлаштарма çук лайăх — nekompareble bona
танлаштару — komparo
танлаштаруллă йывăрăш — specifa pezo
танлаштаруллă меслет — kompara metodo
сывлăшăн танлаштаруллă нӳрлĕхĕ — relativa humideco de aero
танлă — egala
sama, egalrajta
танлăх — egaleco
танмарлăх (= тансăрлăх) — malegaleco
тансăр-тĕнсĕр — malegala
тантăш — samaĝulo
тантăш-пĕлĕш — amikoj kaj konatoj

тĕл

[tel]
loko, situo; celo, tasko
çав тĕлте — en tiu loko
хăш тĕлте? — kiuloke? хăш-пĕр тĕлте — kelkloke
тĕл пул — renkontiĝi
тĕлпулу — renkontiĝo
тĕл килчĕ — okazi, rezulti, trafi
тепре тĕл пуличчен! — ĝis revido!
тĕлме-тĕл пул — renkontiĝi nazo kontraŭ nazo
тĕлле — celi
indiki
marki
тĕллев — celo
палăртнă тĕллев — fiksita tasko
пĕртен-пĕр тĕллев — la unika (sola) celo
тĕп тĕллев — ĉeftasko
тĕллеве пурнăçла — atingi celon
тĕллев палăрт — fiksi celon
тĕллевсĕр — sencela

хăш

[hoŝ]
kiu, какой, иной,
хăш вăхăтра? — en kiu tempo?, kiam?
хăшĕ? — kiu el ili?
хăш енчен? — de kiu flanko?, de kie?
хăш чухне — iufoje, kelfoje
хăш-пĕр — kelka
хăш-пĕр çĕрте — kelkloke, en certaj lokoj
хăшĕ-пĕри — kelkiu(j)

хут

[ĥut]
papero, dokumento, diplomo; etaĝo; fojo; spaco
чĕркемелли хут — pakpapero
хут татăкĕ — paperpeco
ĕнентерӳ хучĕ — certigilo, atestilo
йыхрав хучĕ — invitbileto
тав хучĕ — dankletero
хутшăну хучĕ — partoprenatestilo
иккĕмĕш хут — la dua etaĝo
пиллĕкмĕш хутра — en la kvina etaĝo
виçĕ хут — trifoje
икшер хут — dufoje, po du fojoj
малтанхи хут — la unuan fojon
пĕртен пĕр хут — unusola fojo
юлашки хут — lasta fojo
хутла — obligi
пиллĕк хутлă çурт — kvinetaĝa domo
хутлăх — lando, loko, kamparo, spaco, medio
литература хутлăхĕ — literatura medio
çĕр чăмăрĕн хутлăхĕ — ĉirkaŭtera spaco
сайра хутра — кирлĕ хутра — malofte, kiam necesas
хутран-хутран — fojfoje, de tempo al tempo
хут ен — paĝo (en libro)

чĕлхе

[ĉelhe']
lingvo, lango
чĕлхе кăтарт — montri langon
хитре чĕлхе — bela lingvo
вăрттăн чĕлхе — slango
тăван чĕлхе — gepatra lingvo
ют (çĕршыв) чĕлхисем — fremdaj lingvoj
чĕлхе пĕлĕвĕ — lingvoscienco
чĕлхе тытăмĕ — lingva strukturo
калаçу чĕлхи — parola ligvo
пĕр чĕлхе туп — trovi komunan lingvon
чăваш чĕлхи — la ĉuvaŝa lingvo
акăлчан чĕлхи — la angla lingvo
нимĕç чĕлхи — la germana lingvo
тутар чĕлхи — la tatara lingvo
çармăс чĕлхи — la marea lingvo
пушкăрт чĕлхи — la baŝkira lingvo
чĕлхесĕр — senlingva, muta
чĕлхеçĕ — lingvisto, lingvosciencisto

чух(не)

[ĉuĥ(ne)]
dum, (k)iam, en, fojo
ача чух — en infanaĝo
ĕçре чух — dum laboro
пĕр-пĕр чух — iam
сивĕ чух — dum malvarmo
тепĕр чух — alian fojon
ун чух — tiam, tiutempe
хăш чух (?) — kiam?, kelkfoje
ун чухне эп(ĕ) килте пулнă — en tiu tempo mi estis hejme
чухнехи — rilata al certe tempo
ун чухнехи — tiutempa
ача чухнехине аса ил — rememori sian infanaĝon

шухăш

[ŝuhoŝ]
ideo, penso, opinio, vidpunkto;
вăрттăн шухăш — kaŝpenso
пуçран тухми шухăш — obseda ideo, fiksideo
шухăша кай — enpensiĝi
тĕп шухăш — ĉefa ideo
çирĕп шухăш — konvinko
эп(ĕ) сан(ăн) шухăшпа килĕшетĕп — mi konsentas kun vi
шухăш-кăмăл — humoro
шухăш-кăмăл çĕкленĕвĕ — inspiro
шухăшла — pensi
шухăшлав — penso, opinio
шухăшлав пултарулăхĕ — penskapablo
шухăшлавçă — pensulo, filozofo
шухăшлаттар — pensigi
шухăшлă — pensema, serioza
ирĕк шухăшлă — liberpens(em)a
çăмăл шухăшлă — facilanima
çивĕч шухăшлă — sprita
пĕр шухăшлă — unuanima, samidea
пĕр шухăшлă çын — samideano
шухăшлăн — pens(em)e, zorg(oplen)e
пĕр шухăшлăн — unuanime
шухăшлăх — pensemo, zorgemo
шухăшсăр — senzorga, facilanima
шухăшсăрлăх — senzorgeco, facilanimeco

эпир

[ebir]
ni
эпир пулнă, пур, пулатпăр — ni estis, estas (kaj) estos
эпир сире хăнана кĕтетпĕр — ni atendas vin gaste
эпир пĕр çулта çуралнă — ni naskiĝis en la sama jaro

Йоханнeс Бeнцингăн (Benzing) нимĕçле-чăвашла словарĕ

durchaus

haleh, pĕr tytănsa tămasăr
халех, пĕр тытăнса тăмасăр

einmal

pĕrre, pĕr hut
пĕрре, пĕр хут

manchmal

hăş-pĕr cuh, hăş-cuhne
хăш-пĕр чух, хăш чухне

unbedingt

haleh, pĕr căransa tămasăr
халех, пĕр чăранса тăмасăр

zugleich

pĕr văhătra, harăs
пĕр вăхăтра, харăс

Чӑваш чӗлхин этимологи словарĕ (1964)

касу

1. «норма платы пастуху за пастьбу скота деньгами и пенькой»; у нас, например, в деревне корова составляла одну единицу (пĕр касу), свинья — пол-единицы, овца 1/5 касукасу) у него скота. Обычно накануне предупреждали: сире ыран касу тивет «завтра ваша очередь кормить пастухов»; Зол. бл., АФТ, Замахш., турф, кӓзик, «очередь», «смена», «порядок»; кирг., казах. кезек «череда», «очередь», «смена», «черёд»; кирг. кезӳӳ уст. «очередь на выпас скота»; кумык. гезик «черёд»; башк. кезӳ «череда»; тат. кизӳ «очередной дневальный», «дежурство». От кас.

пăртак

, диал. пĕртик «чуточку», «немного», «крошечку»; тат. бӧртек, башк. бӧртек «крошка»; «зернышко», «крупинка»; тат. бӧртекле, бӧртӧклӧ «зерновой» (о хлебах). Пăртак могло образоваться из пĕр татăк: из двух одинаковых слогов (та и тă) один (тă) выпал (гаплология), получилось пĕртакпĕр- приняло форму пăр- (регрессивная ассимиляция) > пăртактак приняло форму -тик (прогрессивная ассимиляция) > пĕртикбӓртӧк могло оказать частичное влияние; ср. чув. пĕрчĕк.

пĕр

см. пĕрме.

пĕр

см. пĕрре.

пĕрле

«вместе», «совместно», «слитно» (писать слова); др. тюрк., КБ, МК. тефс. XIV—XV вв., чаг., полов, бирлӓ, билӓ, тур. биле, уйг. биллә, биргә, кирг., казах., к. калп., ног. бирге, узб. бирга «вместе», «с»; чув. пĕрлеш, тат., башк. берләш, уйг. бирләш, узб. бирлаш, «объединяться»; чув. пĕрлешӳ, башк., тат. берләшмә, узб. бирлашув «объединение». Образованы от числительных пĕр, бер, бир «один» с помощью аффиксов.

пĕрме

, пĕрĕм «складка», «сборка», «боры» (у платья); башк., тат. бӧрмә, кирг. бӳрмӧ, казах., ног. бӳрме, узб. бурма, уйг. пӳрмә, алт. В пӳрме, азерб. бӳзмә «складка на одежде», «сборка»; «оборка», «гофрировка»; чув. пĕрмеллĕ, башк., тат. бормәле, ног. бурьмели, азерб. бӳзмәли, алт. В пӳрмелӳ «со складками», «со сборками», «складчатый», «сборчатый, «гофрированный» (о платье). Происходит от глагола: чув. пĕр, уйг., алт. В пӳр, тат., башк. бӧр «делать складки, сборки на одежде»; азерб., тур. бӳз «суживать», «стягивать», «сморщивать».

пĕрре

, пĕр «один»; др. тюрк., МК, уйг., узб., ойр., тув., азерб., туркм., тур., кирг., казах., к. калп., ног. бир, якут. биир, хак. пир, башк., тат. бер «один». Рамстедт этимологически сближает с монгольским бӳpu «всё», «все», «каждый» (Введение 65, § 35); см. пиллĕк.

пĕрчĕ

, диал. пĕрчĕк «отдельная частица чего-л»., «отдельная единица чего-л»., «отдельное зёнышко»; тулă пĕрчи «зернышко пшеницы»; çӳç пĕрчи «волосок»; улăм пĕрчи «соломинка»; аяк пĕрчи «отдельное ребро»; тат. бөртек, кирг. бӳртук, ног. буьртик, кумык, бюртюк, караим, бартик «зерно», «зёрнышко»; «крупинка», «крупица». Из пĕр «один» —аффикс уменьшительности.

пĕршĕн

«съеживаться», «скорчиваться», «морщиться»; азерб., туркм., кирг. бӳрӳш., тур. буриш, узб. бӳршс, казах. бурис, к. калп. бурис, башк. бӧрӧш, тат. бӧреш «морщиться», «съёживаться». Происходит от пĕр «суживать»; ср. пĕрме.

пиллĕк

, пилĕк «пять»; др. тюрк., азерб., тур., кумык., узб., кирг., тув., ойр. беш, казах., к. калп., ног. бес, башк., тат. биш, туркм., уйг. бәш, якут. биәс, хак. пис «пять»; кирг., казах., тур. билек, уйг. биләк «кисть руки», «запястье». Об этимологии этого слова проф. А. Н. Самойлович пишет: „По мнению Галеви, тюрки первоначальную пятеричную систему заменили позднее десятеричной... Галеви стоял за единство происхождения числительных пĕр (бер, бир) «один», пилĕк (беш, бес) «пять» и мăл, мĕл (утмăл, çитмĕл, алтмыш, йетмиш) «десять», восходящих якобы к первоначальному бис, бес. Примитивный тюрк обозначал одним и тем же словом три единства: простое (простую единицу), другое единство — подразумевавшее число пальцев одной руки и, наконец, третье, относившееся к числу пальцев на двух руках. Отметив совпадение чувашского пилĕк «пять» и общетюркского билек «нижняя часть руки», Галеви допускает развитие значения числительных бир, беш, миш из значения «нижняя часть руки» с пятью пальцами на одной руке и с десятью на двух» (Языковедные проблемы по числительным. Сб. статей. 1927, стр. 146).

пур

1. «есть», «имеется», «существует»; 2. «все», «всё»; здесь у восходит к древнему долгому а: туркм., якут. баар, др. тюрк., МК бар, уйг., кирг., казах., к. калп., ног., тув., тат., башк. бар, узб. бор, азерб., тур. вар, алт. В, хак., желт, уйг. пар «есть»; «имеется»; чув. пурĕ «всё», «все»; «всего», «итого»; пурĕ пĕр «все равно»; Замахш., чаг., узб. барча, уйг. барлик, кирг. бардык «все»; уйг., ног. бари, туркм., карач., тат., чаг. бары «всё», «полностью»; уйг., узб., ног. бари бар, казах. бәра бар «все равно»; ср. монг. бӳрен, бур.-монг. баран «всё», «полностью», «целиком»; «целый», «весь».

сĕвем

: пĕр сĕвем çип — нитка длиной около одного метра, а в некоторых районах только в 1/4 аршина; кирг., алт., тув. сӧӧм «четверть», «пядь» (старая мера длины, равная расстоянию между концами вытянутых большого и указательного пальцев).

тăван

«родня», «родственник»; «родной», «находящийся в кровном родстве»; тат., башк., кирг., ойр., хак., казах. туган «родной», «родня», «родственник»; уйг. туккан, азерб. догма «родной»; чув. пĕр тăван, тат., башк. бер туган «единоутробный». Причастие от глаголов ту (тăв), туг, тог «родиться»; букв. означают «рождённый».

тепĕр

, тепре «другой»; mama + пĕр («еще один») > та + пĕр > тепĕрте + пĕрре > тепре.

тĕрлĕ

«разный», «различный», «разнообразный», «разнородный»; пĕр тĕрлĕ «однообразный», «одинаковый»; чаг., уйг. тӳрлӳк, тур. тӳрлӳ-тӳрлӳ, тат. тӧрле, тӧрле-тӧрле, башк. тӧрлӧ-тӧрлӧ, hэр тӧрлӧ, кирг. ар тӳрдӳӳ, казах., к. калп., ног. тӳрли-тӳрли, алт. В тӳрлӳ, узб. турли, азерб. дӳрлу-дӳрлӳ, туркм. хер дӳрли, дӳрли-дӳрли, кумык. тюрлю-тюрлю «разнообразный», «различный», «разнородный», «всевозможный»; кирг. бир тӳрдӳӳ, к. калп. бир тӳрли, тат. бер тӧрле «однообразный». Образовано от того же корня, что алт. В тӳр «цвет», «вид»; др. уйг., казах., к. калп., кирг. mӳp «вид», «род», «форма»; тат., башк. тӧр «вид», «сорт», «часть»; ср. перс. (тоур) «способ», «образ», «манера».

харкам

(хар­ + кам) «каждый»; харпăр (хар+пĕр) «каждый»; уйг. hәp, hәp бир, hәр ким, узб. хар, харбир, харкам, азерб. hээp, hәp кэс (кэс «кто-либо», «лицо», «субъект»), hэр бир, тур. hep, hep бир, hep ким, туркм. хер, хер ким, хер бир, тат., башк. hәp, hәp бер, hэркем, кирг. ар, ар ким, ар бирәр, әр бир, әp ким, карач. харким, кумык. гьяр ким «каждый». Из перс. (hӓр) «всякий», «каждый».

чух

, чухне «время», «пора»; «во время», праçник чухне «во время праздника»; пĕр-пĕр чух «когда-нибудь»; в качестве подлежащего не употребляется; Замахш., кирг., алт. В, ойр., кумык., тат. чан, др. тюрк., уйг., тур. чағ, узб. чоғ, казах. тув. шак, башк. сак. якут. сах «время», «пора»; тув. ол шагда «в те времена»; ср. монг., калм. цаг, бур.-монг. саг «время», «период времени».

Чăвашла-вырăсла фразеологи словарĕ

Ара çит

Ара [ар çулне, пĕве] çит достигать / достигнуть совершеннолетия, мужать / возмужать.
— И-их, тăрнаккай, — сурчĕ вăл пĕр айккинелле. — Сăмса тăсса тăратăн. Текех ача мар ĕнтĕ эс, ара çитнĕ. С. Аслан. Пуян кăна килйышра... Каччăн пĕр хĕр пулнă, тет, Пĕве çитсе пынă, тет. И. Ивник. Виктăр ар çулне çитсен хăй пекех тăлăх хĕре качча илнĕ. С. Аслан.

Ăш канать

Ăш [чун] канать 1. душа успокаивается у кого, удовлетворяется кто; 2. жажда утоляется у кого.
1. Кайри пӳрте кайса ларчĕ, хунямăшĕпе пĕр-ик сăмах калаçрĕ, ăшĕ канмарĕ. П. Осипов. Вара Таиç карчăкăн та чунĕ каннă. С. Элкер. 2. Хуллен хăвалăха ансан, илтетĕн çăлкуçăн шăнкăр сассине. Пружина пек хумсем çине выртса, ăш каниччен ĕçен çĕр сĕткенне. Ю. Семенов.

Ăш пусăрăнать

Ăш [кăмăл, чун, чĕре] пусăрăнать душа [сердце] успокаивается у кого, чья.
Ăш пусăрăнмасть. Манăн та райкомра çĕкленнĕ кăмăл сасартăках пусăрăнчĕ. А. Ĕçхĕл. Валя Надьăна курасшăн пулчĕ. Манăн та унпа питĕ калаçас килетчĕ: пĕр-пĕринпе тавлашкаласа ларсан, чун пăртак пусăрăнать. А. Алка. — Кĕтрĕм, кĕтрĕм. Таврăнчĕ ак. Ăна курса калаçсан, чĕреçĕм пусăрăнĕ тесеттĕм. В. Ухли.

Ăш çунать

Ăш [ăшчик, чĕре, чун] çунать [хыпать] 1. душа [сердце] болит у кого, чья; син.: чун [чĕре] ыратать, чун тулашать, ăшчик вăр-вăр çаврăнать; 2. испытывает сильную жажду кто.
I. Кулине инке çав Ăшĕ çуннипе, Ылханса выртать вăрçа Пĕтĕм чунĕпе. П. Хусанкай. Эпĕ киле таврăнтăм. Паллах, çĕрĕпе куç хупмарăм. Ăшчик çунса тухать. А. Лазарева. — Тĕрĕссипе каласан, аппа, чун çунать, — Тимахви макăрса ярас пек хурлăхлă каласа хучĕ. М. Ухсай. Ахаль те тӳсме çук хуйхăракан, ăшĕ хыпса тухакан çынна тата ытларах пăлхатса яма пултарăн çеç. Л. Агаков. Миккул шкул еннелле пăхасшăн мар: ача-пăча чупкаланине курсан, ун чĕри вутпах çунма тытăнать-çке-ха. В. Ухли. 2. Пусă шывĕ куç пек тăрă, Витре тĕпĕ курăнать. Кунĕ пулчĕ питĕ шăрăх, Сивĕ шывшăн чун çунать. Н. Евстафьев. Тарпала тусан пĕр хутăш Тек юхать, тумлать питрен. Çулăм хыпнă пек çунать ăш, Шыв ыйтать самантсерен. А. Алка. Ăш хыпнипе пӳлĕнсе çитнĕ Лариван çаплах-ха ĕне хыççăн чупнă. С. Аслан.

Ăша пĕр хĕлхем те ан яр

Ăша [çăвара] пĕр хĕлхем те ан яр ничего не есть, ни маковой росинки во рту не было.
Яра кунах ăшне пĕр хĕлхем ямарĕ Яриле, никампа пĕр сăмах калаçмарĕ. Хв. Уяр. Хырăмĕ выçсан, урисем хăйсемех кил еннелле туртаççĕ. Паян та хĕлхем яман вăл ăшне. Н. Терентьев. Кунĕпе çăварне пĕр хĕлхем хуман, пĕр тумлам шыв сыпман купцан çиесси те, ĕçесси те килнĕ. В. Сатай. Виççĕмĕш кун ĕнтĕ çăвара пĕр хĕлхем апат яман. М. Ухсай.

Ăша çунтар

Ăша [ăшчике] çунтар терзать сердце кого, чье; 2. терзать [угнетать] свою душу [сердце], мучиться чем, страдать от чего.
1. Пирĕн Ленин асра, пĕр çав хурлăх кăвар пек ăша çунтарать. П. Хусанкай. Мăшăр хура куçăм, ан çунтар ăша, Каласамччĕ уççăн хăвăн шухăшна. Ю. Петров. 2. Çапла ăшчике çунтарса Селле пӳрте кĕчĕ. М. Трубина. Юлашкинчен, киле таврăнас ĕмĕтпе ăша çунтарса, Сарпи çыннисем пачах çывăрайми пулчĕç. К. Турхан.

Вăйран яр

Вăйран [халран (халтан)] яр обессиливать / обессилить кого-что, мучить / измучить кого-что.
Халиччен пĕр сăмахпа хирĕçлемен Лариса çилленсе калани качча вăйран ячĕ. В. Ухли. Сергейăн кĕтӳ хыççăн çӳрес килмест, шăрăх хĕвел халтан ярать. Н. Патман.

Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть

Вĕçĕ-хĕрри курăнмасть конца-краю не видно (не видать); син.: вĕçĕ-хĕрри çук.
Малтанах мана вăрçă, пĕр-ик хут çапăçăва кĕрсенех, пĕтессĕн туйăнатчĕ. Анчах унăн вĕçĕ-хĕрри те курăнмасть иккен. В. Алентей. Илемлĕ, аслă çакăнти вăрман, Пĕр-икĕ ĕмĕр пирĕнтен авал Вĕçĕ-хĕрри ун ниçта курăнман. С. Элкер.

Вĕçне çитер

Вĕçне çитер доводить / давести до конца (дело и т. п.).
Вася пĕр шухăшланă япалана вĕçне çитермесĕр пăрахмасть. В. Ухли.

Вĕчĕ тыт

Вĕчĕ тыт держать [иметь] сердце на кого,. держать зло на кого, питать злобу к кому-чему, против кого, син.: юнав хыв.
Вĕчĕ ан тыт, сана, ятлă-шывлă çынна, вăл килĕшмест, çапла ăш-пиллĕ калаçса татăлар та, ĕçĕ те пĕттĕр. К. Турхан. Николай Степанович вĕчĕ тытса çӳрекен çын мар-ха, унпа кирек хăçан та пĕр чĕлхе тупма пулать. В. Алакĕр.

Виçерен тух

Виçерен [çемĕрен, картран, чикĕрен] тух переходить / перейти границы дозволенного, выходить / выйти из себя.
Анчах ку хĕр [Хветтис] картран тухса кулаканни мар. Виçерен иртмест вăл. В. Ухли. Титăн кăмăлĕ пăсăлчĕ. Çапах та колхоз председателĕ хăйне мĕнлерех тытмаллине чухлать. Вăл нихçан та сасартăк виçерен тухмасть. В. Алентей. Учитель шкулта çук чухне хăш-пĕр ачисем чикĕрен тухса ашкăннă. С. Элкер.

Вут тĕрт

Вут тĕрт 1 поджигать / поджечь что, совершать / совершить поджог чего; 2. разжечь (пожар войны).
1. Çуркунне пĕр амăшĕпе çеç пурăнакан Кирле пӳртне вут тĕртсе çунтарса ячĕç. А. Емельянов. 2. Ах, Белорусси! Кĕл пултăн пулĕ. Хаяр тăшман вут тĕртрĕ-çке. П. Хусанкай.

Вут хыптар

Вут хыптар 1. зажигать / зажечь что; 2. заставить зажечься (каким-либо сильным чувством, страстью).
1. Пилеш ытти йывăçсене, хуллен-хуллен çил вĕрсенех, Пултарĕ час вут хыптарма. Г. Ефимов. — Вут хыптаракан бомбăсем ан пăрахчăр шуйттансем, — терĕ Ванюшка, пĕр самолечĕ вăрман тĕлне çитсе каялла çаврăннине кура. Л. Агаков. 2. Пăчăртанса тухсан куççулĕ Наталие вут хыптарать. П. Хусанкай.

Вырăнтан кăлар

Вырăнтан [ĕçрен] кăлар снимать / снять с работы кого, кого за что, отстранять / отстранить от должности кого за что.
Шыçмак Ваçлейĕ вулăсра пĕр вăхăтра ямшăк чупрĕ. Унтан ăна тиркесе пăрахрĕç, вырăнтан кăларчĕç. Н. Илпек. Ĕнер мана кая юлнăшăн вăрçса пĕтерчĕ, ĕçрен кăларассипе хăратать. А. Артемьев.

Ĕмĕт тулать

Ĕмĕт тулать мечта сбывается у кого, чья.
Хурах, ан хапсăн, ĕмĕтӳ тулаймĕ — Салтак алли курок çинче ялан. Ю. Семенов. Тăван хулана таврăнса, пӳрт туянса, пĕр вырăнта, тăвансем çывăхĕнче пурăнма пуçланăранпа унăн ĕмĕчĕ тулнă. В. Паймен.

Ĕнсе çине пырса лар

Ĕнсе çине пырса [хăпарса] лар наваливаться / навалиться на шею кого, кому, чью.
Хуйхă вăл, пĕр ĕнсе çине хăпарса ларсан, час анасшăн мар çав вара. Юхма М.

Ĕнсе çинче пурăн

Ĕнсе çинче пурăн сидеть на шее [на горбу, на хребте] у кого, чьей.
Нивушлĕ çапла ĕмĕрлĕхех суккăр, çын ĕнси çинче тăранса пурăнакан çын пулса юлĕ-ши вăл? В. Сатай. Халь эпир çемйипех пĕр атте ĕнси çинче пурăнатпăр вĕт. А. Талвир.

Ĕнсе хыç

Ĕнсе хыç чесать затылок, чесать в затылке (быть озадаченным).
Старик, пĕр хушă нимĕн калама аптраса, ĕнсине кăтăр-кăтăр хыçса илчĕ. А. Артемьев. Хăйсем вĕсем хутран-ситрен çеç пĕр-икĕ сăмах калаçкалаççĕ, унтан пуçĕсене суллакаласа илеççĕ те ĕнсисене кăтăрт-кăтăрт хыçкалаççĕ. М. Белов.

Ĕçе яр

Ĕçе [хута] яр 1. пускать / пустить в ход что; 2. вводить / ввести в строй что; 3. приводить / привести в движение что.
1. Ванюк пĕр нимĕçĕ çине сиксе ларса кинжалне ĕçе янă самантра тепĕр нимĕçĕ тарма ĕлкĕрет. В. Алакер. Николай Михайлович рацие ĕçе ячĕ те диспетчерпа çыхăнчĕ. Коммунизм ялавĕ. 2. Çак кунсенче строительсем ял ĕçченĕсене тепĕр парне кӳчĕç — больницăри стационар çуртне хута ячĕç. Коммунизм ялавĕ. 3. Савик хуçапа ывăлĕ те, армана пынă çынсем те атте двигателе ĕçе ярасса кĕтеççĕ. А. Талвир. Тракторист чарăннă тракторне хута ярасшăн пулчĕ. В. Ухли.

Йăлана кĕр

Йăлана кĕр входить / войти в привычку; входить / войти в жизнь.
Велосипед датчансен пурнăçне, йăлине çирĕп кĕнĕ япала-мĕн. Уйăп М. Туслă пурăнасси, пĕр-пĕрне пулăшасси бригадăра йăлана кĕчĕ. В. Ухли.

Йĕп-йĕпе тара ӳк

Йĕп-йĕпе [лачкам, хура] тара ӳк обливаться / облиться потом, покрываться / покрыться потом [испариной]; взмыливаться / взмылиться (о лошади).
Чăтăр, пичче, тата кăшт чăтăр, часах шыв ĕçтеретĕп сире, унтан суранăра лайăх çыхса яратăп, — лăплантарать вăл боеца, йĕп-йĕпе тара ӳксех ăна сĕтĕрет. Паттăр пионерсем. Савраска лачкам тара ӳкнĕ пулсан та, хуçа тилхепине итлет. П. Осипов. Анчах пĕр çын кĕçĕр чăлăм та куç хупмарĕ, хура тара ӳксе çăхав çырчĕ вăл. А. Артемьев. Мунчаран тухсан Элкей Микули пĕр стакан чей ĕçрĕ те кĕрĕкпе витĕнсе выртрĕ, вĕриленсе кайрĕ, кайран лачкам тара ӳкрĕ. П. Осипов.

Канаш ту

Канаш ту 1. решать / решить что сделать; 2. совещаться / посовещаться с кем-чем.
1. Ямпулатпа арăмĕ шутлаççĕ-шутлаççĕ те ялтан тухса тарма канаш тăваççĕ. Хв. Уяр. Канаш тăвать чăвашĕ те тутарĕ Ялта ниме пĕр вăхăт ирттерме. Я. Ухсай. 2. Пуçтарăннă Тăван Совет çĕршывĕн Çыруçисем канаш тума кунта. Я. Ухсай.

Каялла чак

Каялла чак уступать / уступить в чем.
Нина хăйĕн шухăшĕнчен пĕр утăм та каялла чакасшăн пулмарĕ. К. Турхан.

Кăмăл кур

Кăмăл кур 1. питать добрые чувства к кому-чему, сочувствовать кому-чему, сострадать кому-чему; 2. привечать / приветить кого-что, принимать / принять радушно кого-что; 3. находить / найти сочувствие у кого, какое; 4. пользоваться / воспользоваться сочувстием кого, каким; 5. угождать / угодить кому-чему, снискивать/ снискать расположение кого, чье.
1. Аслă хĕрĕсене те вăл пит юратнă, анчах чи кĕçĕннине тата ытларах кăмăл курнă. 2. Пурне те Мăншыв кăмăл курать, пурне те ярать хăй хăни туса. Н. Шупуççынни. 3. Этем хушшинче кăмăл кураймасăр, вăл пĕр пушă хуралтă шыраса тупнă. 4. Çаксенчен сыхланса пурăнсассăн, пур çын умĕнче те кăмăл курăн. 5. Пĕр юрламас çĕртен юрларăм сирĕн кăмăлăра курасшăн.

Кăмăл пăтранать

Кăмăл пăтранать душа болит у кого, душа не на месте у кого, муторно на душе у кого.
Люба час-часах пĕр сăлтавсăрах хăйĕн кăмăлĕ пăтраннине асăрхама пуçларĕ. И. Салампек.

Кăмăл ту

Кăмăл ту 1. желать / пожелать что делать; 2. исполнять / исполнить желание кого, чье; 3. оказывать / оказать любезность кому-чему, проявлять / проявить доброжелательство к кому-чему.
1. Çынсем те урăх калаçса тăма кăмăл тумарĕç. Ю. Айташ. 2. Анчах Айтар кăмăлне тумасан, эпир ялĕпе пĕтетпĕр. П. Осипов. 3. Ларсам, хăна, ларсамччĕ, Пире кăмăл тусамччĕ. Ю. Скворцов. Тен, — ăçтан пĕлме пултарăр? Ман ята та хуртарма Кăмăл тăвĕ тĕп хуламăр Пĕр-пĕр урлă урама. П. Хусанкай.

Кăмăла тат

Кăмăла тат 1. обижать / обидеть кого; 2. развивать/ разбить надежду чью.
1. Лисков та хĕрарăм кăмăлне татасшăн пулмарĕ, ун хутне кĕчĕ. В. Сатай. 2. Ашшĕ-амăшĕ, ун кăмăлне татас мар тесе, ăна чарса тăман, куççулĕпе йĕре-йĕрех пĕртен-пĕр ывăлне пилленĕ.

Кивве хăвар

Кивве хăвар оставлять / оставить для последующего использования.
Ĕлĕм-чĕлĕм пĕр ыраш капанне кивве хăварас тенĕччĕ. В. Паймен.

Куç ан хуп

Куç ан хуп не смыкать / сомкнуть глаз [очи]. Çуллахи кĕске çĕр те вара куç хупмасăр иртсе каять. Н. Патман. Шăннипе çĕрĕпе чăлăм куç хупмарăмăр. В. Сатай. Çак пусăна сухаласа пĕтерес тесе, Геннадий шăпах пĕр талăк хушши куç хупмарĕ вĕт. С. Аслан.

Куç сиктер

Куç сиктер переводить / перевести взгляд на кого-что.
Куçук куç сиктермесĕр урамалла пăхса ларать. Тулта — хĕвеллĕ çуркунне. С. Аслан. Пĕр тапхăр пĕр-пĕрин çинчен куç сиктермесĕр пăхса тăтăмăр. М. Кипек.

Куç хупса иличчен

Куç хупса иличчен [ĕлкĕриччен] в одно [единое] мгновенье, в мгновенье ока, в один миг.
Ку вăл пĕр куç хупса иличчен пулса иртрĕ. К. Турхан. Куç хупса ĕлкĕриччен икĕ тонна çĕрулмине хăй пĕчченех сутса пĕтерчĕ. Коммунизм ялавĕ.

Куçĕсем çиçеççĕ

Куçĕсем [пичĕ-куçĕсем] çиçеççĕ глаза сияют (от радости, счастья) у кого; глаза блестят (от злости, переживаний и т. п.) у кого.
Ик ăслă, пысăк куç çиçеççĕ Пĕр хаваспа, пĕр çилĕпе. П. Хусанкай. Унăн тути те, куçĕсем те телейпе çиçсе тăчĕç. А. Артемьев. Çывăрманнипе пĕркеленнĕ, хуралнă пит-куçĕсем пурин те савăнăçлăн çиçеççĕ. А. Алка. — Хура куçĕсем йăл-ял çиçсе илчĕç. Митта В. — Эс манран тата хĕр ыйтатăн-и-ха? — лапсăркка куç харшисем айĕнчен хаяррăн çиçрĕç ун куçĕсем. К. Турхан.

Куçпа çи

Куçпа çи есть [поедать, пожирать] глазами. Ĕнтĕ директорпа бухгалтер Куçпа çиеççĕ пĕр-пĕрне. А. Алка. Паккус вĕçĕнче Темшĕн ак мана Савнă тус çиет Шухă куçĕпе. Митта В.

Куçран тĕксен те курăнмасть

Куçран тĕксен те [йĕп чиксен те, чиксен те] курăнмасть хоть глаз (глаза) выколи (совершенно ничего не видно); син.: йĕп чиксен те куç курмасть.
Тĕттĕм, куçран тĕксен те курăнмасть. В. Ухли. Куçран йĕп чиксен те курма çук тĕттĕм çĕрле те сехет йĕплисем вутăн-кăварăн çунса тăраççĕ. А. Талвир. Тĕм çине ӳкет вăл, каçĕ тĕттĕм-тĕттĕм, Ик куçран чиксен те курăнмасть пĕр чĕптĕм. С. Шавли.

Кутăна пер

Кутăна пер 1. упрямиться / заупрямиться; 2. притворяться [прикидываться] / притворится [прикинуться].
1. Кирек мĕнле кала ăна. Перет вăл вĕçĕм кутăна, Шăп чăхăмçă, ăнман ут евĕр. А. Алка. Эпĕ пур, чуман лаша пек, кутăна петĕм. А. Ĕçхĕл. Пĕр кутăна персен, çумăр хапхине уçсах пăрахать. В. Бурнаевский. 2. Чирĕ-чĕрĕ пулман иккен Муççан, кĕреки пушаннине туйса кутăна пенĕ, тет, вăл. С. Аслан.

Мăйĕнчен хăмăт тухмасть

Мăйĕнчен хăмăт тухмасть (ходит) постоянно в упряжке (о лошади).
— Пĕр лашапа те шыва хутламалла, те çĕрулми, те çăнăх, те тырă илсе каймалла. Ахаль те мăйĕнчен хăмăт тухаймасть. А. Емельянов. Лашасăр колхоз — колхоз мар, мăйĕсенчен хăмăт тухмасть, апатне памаççĕ. В. Ухли.

Мăшкăл кур

Мăшкăл кур 1. позориться / опозориться, срамиться / осрамиться; 2. подвергаться / подвергнуться глумлению, издевательству.
1. Тĕнчере хĕрĕх çичĕ çул пурăнса та кун пек чĕр мăшкăл курманччĕ. В. Алентей. Хам та айван çав. Виçĕ кун хушшинче икĕ мăшкăл куртăм: малтан Шатра Михаларан, кайран çак тăманаран. М. Кипек. 2. Вăрман варринчи мăшкăл курнă ял Шăнкăрав сассипе юлать çӳçенсе. С. Элкер. Уй-хирте пĕр ушкăн кашкăр Çисе янă пуп пирки Курĕç хурлăх, курĕç мăшкăл Манăн виçĕ савнă кин. Я. Ухсай.

Намăса ăçта хурас

Намăса ăçта хурас [чикес] не знать, куда глаза девать (от стыда).
Ăçта хурас-ха намăса? Эпир вĕт Аптраман тавраш. П. Хусанкай. Шыв кӳрсе килесси темех мар-ха вăл, пĕр тикĕс утма пĕлменнине курсан, çынсем мĕн калĕç? Намăса ăçта чикес? — тесе шухăшласа илчĕ те вăл хăюллăнах пӳрте кĕчĕ. А. Алакĕр.

Нимĕр ту

Нимĕр ту стереть в порошок кого.
Чарăнмасăр пĕр вĕçрен тупăсем кĕрлерĕç. Нимĕр турĕ нимĕçрен Пирĕн артиллери. Н. Евстафьев. Пĕвĕ-сийĕ унăн çурăлман хурама пекехчĕ. Пĕр çапсан нимĕр тăвать теççĕ ун пек çынсем çинчен. А. Алентей.

Парăма кĕр

Парăма кĕр влезать [залезать, входить] / влезть [залезть, войти] в долги.
Юлашкинчен, мăй таранах парăма кĕрсе ларать, лашасăр, ĕнесĕр, пĕр пĕрчĕ тырăсăр тăрса юлать. Хв. Уяр. Çав вăхăтрах икçĕр киле яхăн выçă, çĕтĕк. Вĕсем пуянсене тахçанах парăма кĕрсе пĕтнĕ. Н. Патман.

Парне кӳр

Парне кӳр 1. дарить / подарить кому-чему, что; 2. (устар.) приносить / принести жертву (в жертву) кому-чему, кого-что.
1. Парне кӳме тĕрлерĕç тутăр «Паха тĕрĕ» ăстисем. С. Шавли. Çынсем хăйсемшĕн çеç чĕтреççĕ тесе те эс ан ӳпкеле. Çут тĕнчере пурнать поэзи Çавна парне ман кӳмелле. П. Хусанкай. Çĕрте пĕр поэт кĕвĕ кĕвĕлет, Паттăрăн ятне парнесем кӳрет. С. Шавли. 2. Киремет картине кайса аслă турăн аслă ывăлне парне хыççăн парне кӳчĕç. Юхма М. Фараон вилсен, ун ячĕпе кĕлĕ çурчĕ тунă, ăна парнесем кӳнĕ. Хыпар.

Пăрахăçа хăвар

Пăрахăçа хăвар отменять / отменить что.
Ирина çакна кура амăшне пулăшмасăр тăма пултараймарĕ, пĕр тытнă шухăшне пăрахăçа хăварса, вăл сĕтел çине тирĕк-чашăкне йĕркеллĕн хурса тухрĕ. А. Алка.

Пĕр кавара кĕр

Пĕр кавара кĕр сговариваться / сговориться с кем.
— Эсĕ те Çитăр Якурчăпа пĕр кавара кĕтĕн-и? Яла сутма шут тытрăр-и, элле. Г. Алентей. — Хуш-ха мана çак ĕçе! — терĕ тухтăр пĕр кавара кĕнĕ чухнехи пек. И. Вазов.

Пĕр калăп пул

Пĕр калăп (калăпра, калăпран) пул быть на одну колодку.
Уя пирки нумай палкамăн. Ӳлĕмрен ак, çитĕнсен, Пулăн аçупа пĕр калăп Чăннипе суйи енчен. Ю. Семенов. Эс ан хутшăн, катемпи! — Сахвине Маврана ура тапса кăшкăрса пăрахрĕ. — Эс те стариккупа пĕр калăпра. С. Аслан. — «Паймук хуçа е Эливан хуçа», — çапла çеç калать, пуянпа чухăн пĕр калăпра пулас çук нихçан та. П. Осипов. Учительсем пурте пĕр калăпран пулмалла имĕш. Килĕшместĕп! Учитель — чĕрĕ çын. Т. Петĕркки.

Пĕр калăппа тунă

Пĕр калăппа тунă сбиты [сделаны] на одну колодку.
Кулинепе Наçтук иккĕш те пĕр калăппа тунă хĕрсем: пĕр сăнлă, пĕр кĕлеткеллĕ, кăмăлĕсем те пĕр пекрех. В. Паймен. Анчах çынсене мĕнпурне пĕр калăппа туман çав. А. Ĕçхĕл. Çапах та Курланди полкĕнчи «православнăй» çынсем те, утсем пекех, пĕр калăппа тунăскерсем пулман. М. Белов.

Пĕр чĕлхе туп

Пĕр чĕлхе туп находить / найти общий язык с кем.
Халĕ, çĕрне валеçнĕ чух, валеçĕве хирĕç тăнисем те, валеçесшĕн пулнă пуян-куштансем те, пĕлĕш-хурăнташ çыннисем те, пĕр чĕлхе тупса, пĕрле тăраççĕ. С. Элкер.

Пĕр юрă юрла

Пĕр юрă юрла петь [тянуть] одну и ту же песню, в одну дуду [дудку] дудеть.
— Мĕн эсĕ вĕçĕмсĕр пĕр юрă юрлатăн? — вăрçса тăкрĕ Мамич-Бердей. К. Турхан.

Пилĕк ав

Пилĕк (пилĕке) ав гнуть [ломать] спину [горб, хребет].
Тăрăшать, ĕçлет хресчен, Пилĕкне авать куллен. Г. Ефимов. Хăвна сана пилĕк авма пĕр-пĕр стройкăна кайса ярасчĕ. X. Акивер. Мĕнле пурнăç патне çитсе перĕнтĕмĕр: нимĕçсемшĕн пилĕк авмалла. В. Бубеннов.

Пите пĕçер

Пите пĕçер (пĕçерт) срамить / осрамить кого, позорить / опозорить кого.
Хăйне хăй питне пĕçерчĕ. Ӳркевлĕх ӳкерет, пите пĕçертет; хастарлăх хăтарать, чапа кăларать. Ваттисен сăмахĕсем. Анфисăн сăмахĕсем пите пĕçертрĕç пулин те, Тарас Андреевич пĕр хускалмасăр тăнларĕ. П. Львов.

Пуç сĕлт

Пуç сĕлт [пĕк] кивать / кивнуть головой (в знак приветствия, согласия, одобрения и т. п.).
Сĕтел çывăхĕнче пĕр çын тăрать, Тухтара курсан вăл пуç сĕлтсе илчĕ. Н. Илпек. Таня, йăл-йăл йăлкăшса, Тарас Андреевича пуçне сĕлтсе сывлăх сунчĕ. П. Львов. Ак шурăмпуç та улăхса Каçхи сĕме пуç пĕкрĕ. А. Петтоки.

Пуç хыв

Пуç хыв жертвовать / пожертвовать жизнью.
Çак восстанире пурĕ 50 çын ытла пуçне хывнă, темиçе çĕр çын ĕмĕрлĕхех пуçиле е каторгăна ăсаннă. И. Кузнецов. [Тарье:] Пĕр савăнăçсăр иртрĕ ман пурнăç. Упăшкапа пурăнса телей курни те икĕ çул кăна. Илсе кайрĕç ман Ваçлее, каялла ямарĕç — пуçне хыврĕ ют çĕршывра. П. Осипов.

Пуçа кĕмест

Пуçа кĕмест не идет в голову [на ум] кому.
Çук, мĕн вулани пуçа кĕмерĕ. А. Артемьев. Вулать-вулать [Анна], пĕр сăмах та пуçа кĕмест. А. Ĕçхĕл.

Пуçа çĕмĕр

Пуçа çĕмĕр [ват] ломать / поломать голову над чем, по поводу чего.
— Шухăшла, шухăшла... Эп васкатмастăп. Пĕр эрне çитет-и пуçна çĕмĕрме? А. Емельянов. — Ав, мĕнле пысăк ыйтупа пуçа çĕмĕретĕн иккен? В. Краснов-Асли. Николай Андреевич правленире шăпах çак ĕçсем пирки пуçне ватса ларатчĕ. А. Ĕçхĕл. Эпĕ паçăртанпах Сидоров пирки пуçа ватса ларатăп. Хв. Уяр. — Çук, капла пуçа ватса ларнипе ухмаха тухасси кăна юлать. А. Емельянов.

Пуçран ачашла

Пуçран ачашла гладить / погладить по головке (голове) кого.
Пĕр аллипе пуçран ачашлать, тепĕр аллипе çунакан вутта тĕртет. К. Турхан. [Марине:] Каçхине правлени пулать, унта мĕн калĕç. Анчах хăвна пуçран ачашласса ан кĕт. Л. Агаков.

Пӳ çитет

Пӳ çитет достигает совершеннолетия кто.
Икĕ хĕрĕ, пӳ çитсен, Качча кайнă, тет, яла. А. Кăлкан. Кӳршĕ ялта, салара, Пуян кăна килйышра Каччăн пĕр хĕр пулнă, тет, Пĕве çитсе пынă, тет. И. Ивник.

Ретне кĕр

Ретне кĕр вступать / вступить в ряды кого.
Пĕр комсомолец пулман минвзводри воецсем çĕр проценчĕпех комсомол ретне кĕчĕç. В. Бараев.

Савăлпа çапса кăлараймăн

Савăлпа çапса кăлараймăн клином [гвоздем, дубинкой] не вышибешь [не выколотишь] из кого.
Халĕ, пуçа пĕр пырса кĕрсен, савăлпа çапса кăлараймăн. А. Алка.

Салам яр

Салам яр передавать / передать привет кому-чему.
Ырми юрлать пĕр вĕçен кайăк, Çӳлтен салам ярать тăри. А. Алка. Вутран тухса, вăхăт тупса, Салам яраттăмăр ютран. В. Урташ. Сире пурсăра та çĕклейми салам яратăп. М. Исаев.

Сасă кăлар

Сасă (сас) кăлар издавать / издать звук.
Саламат тивнĕ вырăнтан чăртах юн сирпĕнчĕ пулин те, хĕр пĕр сасă та кăлармарĕ, чăтрĕ. И. Тукташ. Шăнкăрч мĕнле-мĕнле кăна сасă кăлармасть-ши?! Т. Петĕркки. Ялан вăйлисем хĕстерсе хуплани Ăна сассине кăларма та паман. С. Элкер. Аставăр, лăпкă ларăр. Пĕр сас та ан кăларăр. С. Лашман.

Сасă пар

Сасă (сас) пар 1. отдавать [подавать] /отдать [подать] свой голос за кого; 2. подавать / подать голос (заявлять о своем присутствии, сказав, произнося что-либо); откликаться / откликнуться; 3. подавать / подать голос (давать о себе знать); 4. издавать / издать звук.
1. Валерий Чкаловшăн сас пачĕ пирĕн округ, Вăл пулчĕ пирĕн депутат. А. Ĕçхĕл. Вĕсем халăх пуххине пырса халăхпа пĕрле канаш туса сас памалла. Хыпар. 2. Аптраман тавраш вăранчĕ, Пуринчен малтан лаçран Пĕчĕк Петĕр сасă пачĕ: «Тăр, анне, чăпар автан Виççĕ авăтрĕ хы-ы-тă!» П. Хусанкай. 3. Вăрçă хыççăн сасă панă сăвăçсене пирĕн критика çителĕклĕ асăрхаса пыраймасть-ха. П. Хусанкай. Çапла, çав сулхăн Çурçĕрте вара Чăваш татах хăй сассине парать. А. Ĕçхĕл. 4. Пӳрт алăкĕ чĕриклетсе сас пачĕ. И. Тукташ. Ак вăрăммăн, пăртак салхуллăн Сас пачĕ кĕтнĕ пăрахут. П. Хусанкай. Картишĕнче, урамра, хулара шан та шан тутарса зениткăсем кĕрлетчĕç. Пĕр канмасăр, хăвăрт-хăвăрт сас паратчĕç. В. Алентей.

Сая яр

Сая яр тратить / потратить без пользы (попусту) что, портить / испортить зря что.
Сăмаха эсир сая ан ярăр. Чăн сăмах вăл эмелпе пĕр тан. С. Шавли. Халĕ Мурзайкин пĕлтернĕ хыпар пирки вăл амăшĕнчен ыйтса пĕлмесĕр сăмах вакласа вăхăта та сая ярасшăн пулмарĕ. А. Талвир.

Сăмах вĕçерт

Сăмах (сăмаха) вĕçерт болтать зря; болтать / проболтаться, проговориться.
Вăл пит сăмах вĕçертекен этем. Игнатий Павлович çинчен Эс сăмахна таçта вĕçертрĕн. А. Алка. Анчах эс пĕлетĕн, Ăнланан аван: Пĕр сăмах вĕçертрĕн — Пин çынна сутан. П. Хусанкай. Пĕр вĕçертнĕ сăмаха нимĕнле йĕвенпе те тытса çăварлăхлаймăн ĕнтĕ.

Сăмах вĕçтер

Сăмах вĕçтер 1. сплетничать / посплетничать; пускать / пустить слух; 2. преувеличивать [прибавлять] / преувеличить [прибавить]; 3. болтать, пустословить.
1. Ял тăрăх сăмах вĕçтерсе çӳрет. Вăл урăхла çын. Унăн урăхла чун, урăхла ăнлану. Такам вĕçтернĕ сăмаха вăл хăйĕн таса чĕрипе чунĕ витĕр кăларнă хыççăн тин ĕненĕ. Ю. Скворцов. 2. Кунта, тен, кăштах сăмах вĕçтерсе калани те пулĕ. Хв. Уяр. 3. [Лахитов] çамрăк-ха, ку колхозра пĕр-ик çул кăна ĕçлет, анчах сăмах вĕçтерме чылаях вĕренсе çитнĕ иккен. В. Яковлев. Мавра пустуй сăмахпа лĕпĕртетсе сăмах вĕçтерсе ларма юратманнине Макар мăшăрлă пурăнма пуçланăранпах хăнăхса çитнĕ. С. Аслан.

Сăмах пар

Сăмах (сăмаха) пар 1. давать /дать слово [обещание]; 2. давать [предоставлять] / дать [предоставить] слово кому.
1. Павăл тӳрленме сăмах парать. А. Артемьев. Сӳтсе явнă эпир пĕр-пĕрин ĕмĕтне, Пĕрне-пĕри юратма сăмах панă. И. Малкай. — Офицер сăмахĕ парăп! — тет Сумбай. П. Хусанкай. 2. Пирвайхи сăмаха колхоз председательне пачĕç. В. Ухли. — Юлташсем, поэта сăмах паратăп. Тархасшăн, Тимофей Семеныч! — терĕ хавасланса кайнă Беляев. А. Артемьев.

Сăмах çукран сăмах ту

Сăмах çукран сăмах ту переливать из пустого в порожнее; син.: пуш параппан çаптар.
Сăмах çукран сăмах туса, хайласа пĕр-пĕр ытти япаласем çинчен тапратса калаçа пуçлаççĕ.

Сăмах туп

Сăмах туп находить / найти общий язык с кем.
Титта дояркăсемпе, сысна пăхакансемпе часах пĕр сăмах тупрĕ. В. Алентей. Хăйсен тупас пулать сăмах, Пире итлемĕç, — тет Илле. — Халь авланаççĕ çĕнĕлле. С. Шавли.

Сăмах хуш

Сăмах хуш говорить / поговорить с кем, сказать кому.
Сана савса сăмах эп хушрăм, Паллашрăм çывăххăн ун чух. Эх, юррăм, янăра. Анкартинче кĕреçепе çĕр кăпкалатакан хĕрарăм тӳрленсе тăчĕ, сăмах хушаканни еннелле çаврăнчĕ. А. Емельянов. Васильев вуласа пĕтерсен, пĕр хушă пĕри те сăмах хушмарĕ. А. Артемьев. Хреççи аппа питне саппунпа хупласа йĕрет, сăмах та хушмасть. Г. Луч.

Сăмах чĕн

Сăмах чĕн 1. говорить / сказать слово кому; 2. возражать / возразить кому.
1. Ик-иçĕ минут иртрĕ пулĕ вăл сăмах чĕниччен. В. Паймен. Çынсем пĕр сăмах та чĕнмерĕç. Ю. Айташ. 2. Эпĕ те шăла çыртса ларатăп, пĕр сăмах та чĕнместĕп. А. Талвир. Аптраса ӳкнĕ чиновник хирĕç нимĕн те тавăрайман, пĕр сăмах чĕнмесĕр аяккалла утса кайнă. И. Иванов.

Сăмаха кĕр

Сăмаха кĕр 1. быть в ссоре с кем; 2. получать / получить замечание; быть обруганным; 3. затевать / затеять ссору с кем.
1. Çапла хӳтлĕх паракантан ят илтесси, кивçеншĕн сăмаха кĕресси ăслă-хапăллă çынна пит йывăр вăл. 2. Пĕр-ик кĕлтелĕх тырăпа тутă пулас çук; тата, анана кĕрсе вырнă тесе, ятлаçа пуçлĕ, кутăнскер, уншăн сăмаха кĕрес пулать. 3. Мĕн çавăн пирки сăмаха кĕрсе ларан унта. Вăл калаçма пит ăста çынна, çынна пĕрре те сăмаха кĕмелле тумасть.

Сăмахран тух

Сăмахран [хушнинчен] тух [ирт] выходить / выйти из повиновения кого, чьего, ослушаться кого.
Нина, ку çырава вуласан, тен, ӳкĕнмĕ, малашне ман сăмахран тухмĕ. М. Трубина. Ялйыша юравлă пулăр! Аçу-анну сăмахĕнчен ан тухăр. И. Тукташ. Чим!.. Пинерпи?! Кампа тухса ларнă эсĕ? Аçу сăмахĕнчен иртес тетĕн-им? П. Осипов. Вăхăта вăраха ямарĕ Илле, Иссие çураçрĕ. — Пурте йĕркеллĕ пултăр, ватă атте-анне хушнинчен иртер мар, туй тăвиччен венчете тăратас, — пĕр каварлăн килĕшрĕç ваттисем. С. Аслан.

Сивĕ тытать

Сивĕ [сивчир] тытать лихорадит кого.
Кавĕрле йыснăшĕ сивĕ тытнипе аптраначчĕ. Т. Петĕркки. Каçхине нимĕçсем, пĕр лапсăркка хурама айĕнче, çак шăрăх кунта сив чир тытса пăрахнă пек чĕтресе тăраççĕ. А. Алка.

Суд сакки çине лар

Суд сакки [тенкелĕ] çине лар садиться [попадать] / сесть [попасть] на скамью подсудимых.
Вун ача çуратрăм, терĕ пĕр анне, Пĕри те ларман-ха суд сакки çине. В. Урташ. Асăрхамасăр пĕр йăнăш утăм тусанах, эсир суд тенкелĕ çине ларма пултаратăр. И. Григорьев.

Çанă тавăрса

Çанă (çанна, çанăсене) тавăрса (мĕн те пулин ту) засучив рукава (делать что-либо).
Эп ĕçлерĕм çанна тавăрса, Çĕршыва чĕререн юратса. Çавăнпа манăн чунăм таса. В. Давыдов-Анатри. [Архип Кузьмич:] Ĕçлер-ха пĕр кана çанна тавăрса. Н. Терентьев. Парти пире лайăхрах ĕçлеме хушать-тĕк... — çанăсене тавăрса ĕçлер. В. Алентей.

Çăвара пĕр хĕлхем те ан яр

Çăвара пĕр хĕлхем те ан яр. См. ăша пĕр хĕлхем те ан яр

Çерем уç

Çерем уç поднимать / поднять целину (1. вспахать неподвергавшуюся обработке, ещё не паханную землю; 2. заново начать что-либо).
1. Парти чĕннипе эпир, Чĕре хуншипе эпир Уçрăмăр пĕр уçман çеремне. Г. Краснов-Кĕçĕнни. Тапранчĕ поезд, шурĕ, шурĕ... Куçран çухалчĕ инçетре. Пиччесене вăл илсе кайрĕ Çерем уçмашкăн Çĕн çĕре. И. Малкай. Ту хĕрринчи лапăра хресченсем çерем уçаççĕ. Н. Илпек. 2. Мана комсомол ĕçĕпе булорганизатор турĕç. Ку ĕçре ман «çерем уçмалла» пулчĕ. В. Паймен. Ӳпкелешсе пĕр вĕçĕмрен Хыпса çунать чĕрем. Мĕн чухлĕ манăн ĕçĕмре Уçман çерем! А. Воровьев.

Çĕр çĕмĕр

Çĕр çĕмĕр [çĕмĕрттер] оглушительно, громко шуметь, поднимать сильный шум.
Пирĕн каччăсем уявсенче купăс каласа, çĕр çĕмĕрсе ташлама хавас. А. Артемьев. Кĕлте турттаракан ачасем çĕр çĕмĕрсе юрлаççĕ. В. Ухли. Пĕр ушкăн салтак юланутпа Килет инçетрен çĕр çĕмĕрттерсе. С. Элкер.

Çилĕ тулать

Çилĕ тулать гневается кто, пылает гневом кто.
Çилĕ тулса çитнĕ халăх вăл, пĕр тапранса кайсан, темĕн те тума пултарать, Макар. С. Аслан. Аннан кăкрине тăвăллă çилĕ тулса килчĕ. А. Ĕçхĕл. Çилĕ тулнă кăкăра Яриех уçасчĕ те Вутлă çиçĕм чулĕпе Чĕрене хăйрасчĕ тек! И. Тукташ. Шур юр çине ӳксе юлать Хăваласа пуçтарнă халăх. Çилли кĕрет, çилли тулать, Хăвачĕ пур-ха тавăрмалăх. С. Шавли.

Çука юл

Çука юл [ер, тух] беднеть / обеднеть.
Çичĕ кин кĕртекен пуйса кайнă, çичĕ хĕр паракан çука юлнă. Ваттисен сăмахĕсем. Кашни кĕркуннех Лавраç пичче ашшĕ çука юлнă çынсен ачисемпе уяв туса ирттернĕ. Хв. Уяр. Упăшкипе иккĕшĕ те хастарлă пулнипе, пушар хыççăн та вĕсем çука юлмарĕç. Хумма Ç. Пирĕн атте çук пулсан та, эпир, темле сăлтавпа, ытлах çука тухман. Пĕр ĕне усраттăмăр. Аттерен юлнă çур ят çĕрĕ пурччĕ. М. Данилов-Чалтун. Ах, аттеçĕм, аттеçĕм, мана ĕçтерсе-çитерсен, çука ерĕп терĕн пуль. Чăваш халăх юррисем.

Çул уç

Çул уç [хыв] прокладывать [пролатать, проторять] / проложить [проторить] дорогу [путь] кому-чему.
Улттăн, пилĕк коммунистпа пĕр комсомолец, наступленин аслă çулне уçма Днепр урлă каçаççĕ. Н. Илпек. Пĕлмен те пулĕ вăл ун чух Хăй мĕншĕн вăрçнине, анчах та саншăн хывнă аслă çул. П. Хусанкай. Коммунăна истори çул хывать. А. Воровьев.

Çумăр çăвать

Çумăр çăвать проливает слезы, плачет.
Пĕр ушкăн çумăр çуса кайрĕ.

Тăн пар

Тăн пар учить уму-разуму кого.
Анахвиспа Ванюк пĕр-пĕрне юратчăр тесе тăн парасси — пирĕн ĕç, пирен ырă шухăш-кăмăл. Н. Мранькка. Ак, паян вăл ялта председатель тăн парать Совет влаçĕ çинчен. А. Алка. — Тĕрĕслес пулать урапа-хăмăта çула тухиччен! — тесе тăн пачĕ. К. Турхан.

Тĕл килет

Тĕл килет 1. приходится; 2. случается; 3. удаётся.
1. Кăçал темле майпа Урак ывăлĕпе тытăçса илме тĕл килчĕ. К. Турхан. Савнă мăшăрăн пăртак Савăнма тĕл килнĕ, тен. П. Хусанкай. 2. Таса чунлă этем умĕнче суйма тĕл килни намăслантарчĕ Энтрее. Н. Мранькка. Усал-тĕселе пĕлмен, тет, халăх, куççуль тăкма та тĕл килмен ун чух. Н. Патман. 3. Пĕр эрне каялла Люпука курма тĕл килсе çитрĕ. М. Исаев.

Тĕл пул

Тĕл пул 1. встречать / встретить кого-что, встречаться / встретиться [повстречаться] с кем-чем; 2. попадаться / попасться; 3. наткнуться на кого-что, натолкнуться на кого-что; попадать / попасть вовремя.
1. Пристань çинчен тухсанах, пĕр паллакан чăваш поэчĕ тĕл пулчĕ. М. Исаев. Ленинпа тĕл пулни Бабушкинăн малашнехи пурнăç çулне татса парать. Чăваш календарĕ. 2. Ку çул çинче кĕперсем çине-çинех тĕл пулаççĕ. В. Ухли. Курăк хушшинче пиçме тытăннă хурăн çырли тĕл пулкалать. Т. Петĕркки. Ăна хирĕç темĕнле ют çынсем тĕл пулаççĕ. Микулай вĕсене асăрхамасть. А. Ĕçхĕл. Урамра ура ярса пусмассеренех Миронкин йывăç урапи çине тĕлĕнсе пăхакан çынсем тĕл пулаççĕ. А. Талвир. 3. Микулай шикленме те, пăрăнма та ĕлкĕреймерĕ. Тепĕр утăм малалла ярса пуссан, вăл икĕ туспа куçа-куçăнах тĕл пулчĕ. А. Ĕçхĕл. Яшка антарнă тĕлех пултăм.

Тĕлĕкре те курман

Тĕлĕкре те курман [тĕлленман] и во сне не снилось.
Унăн йăмăкĕ ман тантăш пуласса, хам унпа пĕр шкулта вĕренессе эпĕ тĕлĕкре те курма пултарайман. В. Паймен. — Çавнашкал тумланма тĕлĕкре те тĕлленменччĕ, — тет Раиса Кузьмина. Чăваш календарĕ.

Тĕлне пул

Тĕлне пул 1. встречать / встретить кого-что; 2. заставать / застать кого-что.
1. Салтаксем тĕлне пулсассăн, Мучи хыврĕ çĕлĕкне. Ĕçĕ пур пулас — васкавлăн Пăрăнать вăл пĕр енне. П. Хусанкай. Лукари телей тĕлне пулнă пекех, вăл пынă каçхине йыснăшĕ килте пулмарĕ. С. Аслан. 2. Апат тĕлне пулни тата вашаватлăн йышăнни Çтаппана ырра пĕлтернĕ пек туйăнчĕ. Я. Мранькка.

Тĕсрен кай

Тĕсрен кай изменяться / измениться в лице.
Ванюш çав каç Пăваран таврăнчĕ. Вăл иртенпе пĕр хĕлхем те апат çимен, тĕсрен кайнă, ывăнни те сисĕнет. В. Ухли.

Тилхепе тыт

Тилхепе тыт 1. править лошадью; 2. быть [стоять, находиться] во главе чего.
1. Эпир уя-хире иленнĕ, Атте-анне пехилĕпе Мĕн ачаран çунса çӳренĕ Тытса курасшăн тилхепе. Ю. Семенов. Ларса пырать вăл, шĕшлĕ, шĕпĕн пек, Ăçта унта — тытасшăн тилхепе. С. Шавли. Мана, çĕтĕк-çатăка, çуна тĕпĕнче улпутла ларса пыни килĕшмĕ, ларкач çине тилхепе тытса ларас пулĕ. М. Кипек. 2. Шутлаççĕ халăх пурлăхне васкавлăн Шут шăрçиеем, арифмометрсем. Çак ырлăхшăн сире епле мухтамăн, Колхоз тилхепине тытакансем. Ю. Семенов. Ашшĕ сăмахне ывăлĕ манмасть, халăх шанса панă пурнăç тилхепине çирĕп те пĕр тикĕс тытса пырать. Коммунизм ялавĕ.

Тинке тухать

Тинке тухать [хăрать, юлмасть] замаялся кто, измучился кто.
Тăван ялта аттене шыраса тинке тухрĕ. В. Паймен. Кирпĕчне те цементне, уйрăмах тимĕрпе бетонран тунă плитасем шыраса тинке тухать. А. Емельянов. Пичче хваттерне шыра-шыра йăлт тинке хăрчĕ. — Кунта ларса, ачам, тинке юлмарĕ, Хăлха йăлтах янрарĕ шавсенче. Я. Ухсай. Пĕр тăтăш хăйчикки çутса тинке тухатчĕ, куç-пуçăм анăратчĕ Йӳçĕ тĕтĕмре. Я. Ухсай.

Тип шар

Тип шар курать случается несчастье с кем.
Пĕр хăвшăн çеç çунан пулсан, Ан ман: Тип шар куран. А. Галкин. Пирĕн хушăмăрта Ыхрин пек нехекрен тип шар курнă çынсем çине шурă куçпа пăхас йăла пĕтмен-ха. П. Щипцов.

Тост çĕкле

Тост çĕкле [кала] провозглашать / провозгласить тост за кого-что, поднимать / поднять бокал за кого-что.
— Ирĕклĕх хăй тĕллĕнех килеймĕ, ăна вăйпа илме тивĕ. Эп çав вăйшăн тост çĕклеме хатĕр кирек хăçан та, — хăйса каларĕ Эльгеев. П. Осипов. Пĕр-пĕрин халăхне салам сунса тостсем çĕклеççĕ. С. Элкер. Эпĕ вырăс йăлипе, Тост каласшăн... Хамăршăн! Çĕнтерӳшĕн тетĕп эп, — Партишĕн те халăхшăн! П. Хусанкай.

Укçа тăк

Укçа (укçана) тăк [сап] сорить [сыпать, швырять] деньгами, бросаться деньгами, бросать деньги на ветер.
[Сармантей:] Ăнăçлă пулмарĕ ман роман. Укçа тăкни анчах пулчĕ. И. Максимов-Кошкинский. Юрать халь пĕр лаша та пĕр ĕне çеç усрать Эльгеев, ют хуласене çӳресе укçа тăкасси те çук. П. Осипов. Чăваш купца Морозов Савви мар, Сапмасть вăл укçине меценатла. Çĕр хут, пин хут вăл хыт кукар, Ылханнă метала çыртать вăл шăлпала. С. Шавли.

Утăм ярса пус

Утăм ярса пус делать / сделать шаг.
Ярса пусрĕ çеç виç утăм, Персе анчĕ вал [политрук] çĕре. К. Кольцов. Сестра сĕтел патнелле пĕр утăм ярса пусрĕ те урăх хускалаймарĕ. Л. Агаков.

Хал яр

Хал (хала) яр 1. утомлять / утомить кого-что, изнурять / изнурить кого-что. 2. утомляться / утомиться, уставать / устать, обессилевать / обессилеть, изнуряться / изнуриться.
1. Пĕр сасăллă шăнкăрав хала ярать сассипе. 2. Аслă çĕр, паттăрсен çĕрĕ-шывĕ! Юн тăкса хал яран война: Выртса кан! — тет вăл, чунăмçăм, ывăлăм! А. Ĕçхĕл.

Хăйне тыт

Хăйне (хăй) тыт держать [вести] себя как.
Хăйне вăл [сысна пăхакан] пĕр-пĕр пысăк ĕç тăвакан паттăр пекех хăюллă тыткалатчĕ. А. Емельянов. Евгений хăйне чылаях мăнаçлăн тыткалать. Н. Терентьев.

Хĕн кăтарт

Хĕн кăтарт 1. мучить / измучить кого-что; заставить, мучиться, страдать кого; 2. наказывать / наказать кого.
1. Мĕнпур тăшмансем, пĕр каварлă пулса, Халăха хĕн кăтартнă, çĕлен пек пăвса. И. Малкай. Патша ĕçлекен халăха пусмăрласа, хĕн кăтартса пурăннă-çке-ха. И. Тукташ. 2. Сана та çавăншăн хĕн кăтартнă.

Хирĕç кала

Хирĕç кала [тавăр] 1. возражать / возразить кому; 2. отвечать / ответить кому.
1. Ирина Афанасьевна хирĕç нимĕн те каламан, халăх вара пăтранма чарăннă. Хыпар. Кузьмин, комиссар сăмахĕсем хыççăн кайса, чунне çемçетмерĕ. Кăмăлсăррăн, çилленсе хирĕç тавăрчĕ: — Курассăр килет пулсан, курăр. Ю. Званацкий. Пиччĕшĕ темшĕн хирĕç тавăрса калама сăмах тупаймарĕ. Е. Еллиев. 2. Çакна хирĕç Полина нимех те тупса калаймарĕ. М. Кипек. Аптраса ӳкнĕ чиновник хирĕç нимĕн те тавăрайман, пĕр сăмах чĕнмесĕр аяккалла утса кайнă. И. Иванов.

Хирĕç чĕн

Хирĕç чĕн возражать / возразить кому.
Командир умĕнче тăракан Кудинов пĕр сăмах та хирĕç чĕнмерĕ. В. Бурнаевский. Нина илтрĕ агрономăн сассине, пуçне кăртах çĕклерĕ. Анчах хирĕç чĕнмерĕ. А. Ĕçхĕл. Урасмет хăй яла сайра килет, анчах килсе тухрĕ-тĕк, чăтса тăр вара, хирĕç чĕнме ан хăй. К. Турхан.

Хуп турттар

Хуп турттар [турт] задавать / задать храповицкого [храпака], дрыхнуть; син.: ыйха ил.
Тек тӳшек çийĕнче пилĕксем ыриччен Харлатса хуп туртать харам пыр. А. Лукин. Ак ваттисен ушкăнне алманчă тарçи тăсланкă Элентей çитсе выртрĕ те, чаппанĕпе пĕркенсе, никама пĕр сăмах чĕнмесĕр «хуп турттарма» тытăнчĕ. К. Турхан.

Хута кĕр

Хута кĕр 1. заступаться / заступиться за кого; 2. помогать / помочь кому, служить / послужить подспорьем.
1. Хĕрхенсе хута кĕрекенни те, юратаканни те тупăнчĕ. А. Артемьев. Янкель хутне кĕнĕ салтака эп çав тери юратса пăрахрăм. С. Элкер. Кукаçи хăйĕн пĕртен-пĕр хĕрĕ хутне кĕрсе хĕрхенӳ ыйтрĕ. А. Медведев. 2. Çулла вĕлтрен те яшка тутине кĕртет, серте, пултăран та çăкăр хутне кĕрет. Хв. Уяр. Улми лайăх пулсассăн, çăкăр хутне кĕрет. Вăрманта тĕрлĕрен кăмпа, çырла ӳсет. Вĕсем пурте апат хутне кĕреççĕ.

Хӳрере сĕтĕрĕнсе пыр

Хӳрере сĕтĕрĕнсе пыр идти [плестись] в хвосте.
Акă Кушлавăш тăрăхĕнчи пĕр колхоз пĕчченех хӳрере сĕтĕрĕнсе пырать. Капкăн.

Хӳрине тӳле

Хӳрине (хӳрисене) тӳле показывать / показать пятки [хвост], удирать / удрать, убегать / убежать, сбегать / сбежать.
Вут пĕр шăхăрать те хирĕç, Эпир вĕрсенех сӳнет. Хӳрине тӳлерĕ нимĕç, Чупнăçем чикеленет... А. Алка. Суккăр тăшман, хӳрине тӳлес умĕн, урчĕ-урчех! Асăрхан та сыхлан. А. Алка. Чӳк уйăхĕнче кайзерсемшĕн курортри ăшă кунсем иртсе кайнă, вĕсем васкаса хӳрисене тӳленĕ те вут-кăвар тивсе илнĕ килĕсене вĕçтернĕ. Ю. Званацкий.

Хыпар çитер

Хыпар çитер сообщать / сообщить кому-чему, о чем, осведомлять / осведомить кого-что.
Çак каçхинех телеграф Петроградра та рабочисемпе хресченсен революцийĕ çĕнтерни çинчен пĕлтерекен хыпар çитерет. С. Элкер. Пĕчĕк Тараспа унăн асламăшĕ патне тем пек хыпар çитерес килсен те, алла хĕçпăшал тытса тăшмана хирĕç партизансемпе пĕрле уççăн кĕрешес çул çине тухнă Чилитов никама та пĕр сăмах çырман. А. Талвир.

Чап сар

Чап сар 1. славить [прославлять] / прославить кого-что; 2. распускать [распространять] / распустить [распространить] клевету, слух о ком-чем.
1. Пĕр чикĕсĕр хăпарчĕ Вĕçсе Андриян, Чăваш чапне сарчĕ Çут çăлтăр таран. Юрăсем. Çитĕнет Совет вăй-халĕ, Чап сарать вăл таврана. И. Ивник. Партас ашшĕ пилне манман. Ашшĕ пекех пуян пулса, пĕтĕм таврара хăйĕн чапне сарас тесе ĕмĕтленсе пурăннă. С. Аслан. 2. Шухăш тытнă тăвансем йĕри-тавра чап сарма, хайхи пирĕн ăслăсем тухса хайни вăрмана. Н. Шупуççынни.

Чей ĕçме

Чей ĕçме (чĕн, кĕр, пыр т. ыт. те) на чашку чая (пригласить, зайти, прийти и т. п.).
— Эп сан пата пĕр-пĕр чух чей ĕçме кĕреп-ха, — сывпуллашрĕ секретарь хуралçăпа. А. Емельянов. — Микка!... Мĕншĕн пирĕн пата чей ĕçме пымарăн? А. Талвир.

Чĕлхе çаврăнмасть

Чĕлхе çаврăнмасть (çаврăнмарĕ) язык не поворачивается [не повёртывается] (не поворотился [повернулся]) у кого; епле (мĕнле) чĕлхе çаврăнать (çаврăнчĕ) как язык поворачивается (повернулся) у кого.
Нимĕскер те чĕнмесĕр тăчĕ [Унеç] пĕр кас. — Пĕлместĕп темешкĕн чĕлхи çаврăнмасть. П. Ялкир. Кӳтсе кайнă аллисене кăмака çумĕнче ăшăтса тăракан хĕрĕн чĕлхи çаврăнмарĕ пулас. А. Талвир. Епле хуçас ун кăмăлне, епле чĕлхе çаврăнтăр ăна сивĕ сăмах калама?

Чĕлхе çыхланать

Чĕлхе [чĕлхе-çăвар] çыхланать язык заплетается у кого.
Пĕр самантлăха алă-ура та хытса ларчĕ, чĕлхе те çыхланчĕ. А. Талвир. Нина ним калама аптăраса тăчĕ, унăн чĕлхи-çăварĕ çыхланса ларчĕ. В. Краснов-Асли.

Чĕлхене çырт

Чĕлхене [шăла] çырт прикусить [закусить] язык.
[Ваççа:] Чĕлхене çыртма вăхăтра пĕлмесен, эпир... аса илтеретпĕр учительницăна... Н. Терентьев. [Улюна:] Верук!.. Мĕн чĕлхӳне çыртса тăратăн? Илтмерĕн-им, епле иккĕн харăс хăртаççĕ вĕсем мана?! А. Кăлкан. — Апла ман та шăл çыртас, Маврана та хытарас, — тесе шут тытрĕ Макар. С. Аслан. Манăн сасса илтсен ватăраххи [конюх] шăлне шартах çыртрĕ, тек пĕр сăмах та калаймарĕ. П. Щипцов.

Чĕлхене çухат

Чĕлхене çухат лишаться / лишиться языка, терять / потерять дар речи; чĕлхене çухатнă язык отнялся у кого.
Санагин, чĕлхене çухатнă пекех, пĕр сăмах та каласа памарĕ. Н. Мранькка.

Чĕре лăпланать

Чĕре [чун, ăшчик] лăпланать сердце [душа] успокаивается.
...Аннеçĕм, ăнланап сана аван: Эп туртмасассăн çеç Чĕру лăпланĕ. Ю. Семенов. Пĕр хирĕçсе кайнă ăшчик ниепле те лăпланма пĕлмерĕ. Митта В. Пĕрле ӳснĕ тантăш, ял хĕрех, Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтри тăхлачă. Кам унран ытла хута кĕрес? Унпала ăшчик лăпланаканччĕ. П. Хусанкай. Тен, хире тухсан, хăвăртрах ĕçе тытăнсан, чун лăпланĕ, салху кăмăл хăех сирĕлĕ. А. Ĕçхĕл.

Чĕрене уç

Чĕрене уç доставлять / доставить радость кому.
Пĕр касăк вĕрсе килнĕ вăшăл-вăшăл çил те унăн чĕрине уçаймасть. А. Емельянов.

Чун кӳтет

Чун кӳтет душа [сердце] ожесточается у кого. Люда, чунĕ кӳтсе килнипе, ниçта кайса кĕреймесĕр пӳлĕм тăрăх утса çӳрет. Н. Терентьев. Пĕр ватă çын, чунĕ кӳтсе çитнĕскер, ӳсĕр патне пычĕ те ăна йăпатма тытăнчĕ. В. Краснов-Асли.

Чуна кăлар

Чуна кăлар мучить / замучить кого.
Пĕр чăпар вăкăр мана тĕлĕкре хăваласа чуна кăларчĕ.

Шалкăм çапнă

Шалкăм çапнă (çапрĕ) разбил паралич кого, парализовало кого.
Соловьев йывăр чирлĕ, ăна шалкăм çапнă, теççĕ. А. Артемьев. Те шалкăм çапрĕ. Кунта пĕр-пĕр пустуй чирпе те вилсе выртма пулать. Хв. Уяр.

Шанчăкран тух

Шанчăкран [шанăçран] тух выходить/ выйти из доверия кого-чего, чьего.
Кам мухтанма, кам палкама çеç юратать — Вăл шанчăкран тухать, Ун пеккине хавас тăшман. С. Шавли. [Итупай:] Шанчăкран тухмалла мар, итлес пулать: вара пурне те лайăх пулать. П. Осипов. Ача коллективĕнче пĕр те пĕри шанăçран тухассинчен инкек те çук. В. Канюков.

Шăпа яр

Шăпа яр [тыт] кидать [бросать] / кинуть [броситъ] жребий.
Авалхи йăлапа сунар вырăнĕсене шăпа ярса йышăнăпăр. М. Кипек. Атьăр, шăпа ярар. Камăн хаçат илсе каймалла? А. Артемьев. Пирĕн пĕр-пĕр шавлă халăх Шăпасем яма тухсан, Илчĕ çĕр нумай ят тăрăх Тукасри Митти пуян. Я. Ухсай. Якур, Тарас, Митя кил хушшине мечĕкпе выляма тухрĕç, лапта калекĕпе шăпа тытрĕç. П. Можаров.

Шăплăха пут

Шăплăха пут погружаться / погрузиться в тишину какую.
Шăплăха путнă аслă урам тăрăх Козлов пĕчченех утать. Чăваш календарĕ. Пĕр самантлăха двигатель лаççи шăплăха путать. А. Талвир.

Шик пул

Шик пул бояться / побояться, пугаться / испугаться.
Пӳрт умĕнчи лаштра юманăн тураттисем вăрçаç çиле, Ĕмĕрĕнче те шик пулман ун, Ларать вăл тĕрĕс-тĕкелех. И. Ивник. Анчах ку мĕскер?! Чуна пит тискер. Лутра тĕм тăрри (çил çукчĕ) силленчĕ. Çӳлерех пĕр тăри Шик пулнăн çĕкленчĕ. Г. Орлов.

Шухăш кĕрет

Шухăш кĕрет мышь приходит в голову.
Капитонов пуçне пĕр чăрсăр шухăш пырса кĕчĕ — мĕнле пулать-ши хĕрарăмсемпе калаçса пăхсан. С. Шавли. Çурçĕре каяс шухăш пачах ăнсăртран килсе кĕчĕ. В. Алакĕр.

Шухăш тыт

Шухăш тыт намереваться что делать, задумать что, что делать, надумать что, что делать, решить что, что делать.
Ватăлмалăх кунĕнче кĕтӳç кĕр мăнтăрĕпе ĕçкĕ тума шухăш тытнă. Хв. Уяр. Хăйне никам майлă та мар тесе шутлакан пĕр лутака ватă мучи Чапаевпа сăмахласа пăхма шухăш тытрĕ. В. Бурнаевский.

Шухăша кай

Шухăша кай задумываться / задуматься, погружаться / погрузиться в размышления.
Ылтăн урапа çинче Питĕ тарăн шухăша Кайнă та пырать пĕччен Чаплă çын, Кĕлпук патша. Я. Ухсай. Йĕкĕт купăсне илчĕ те, çав-çавах шухăша кайса, ăна ĕнерме тытăнчĕ. Хв. Уяр. Шухăша кайса хăй тĕллĕн Тополь мамăкĕ вĕçет. А. Воровьев. Пĕр хурланса-и, пĕр савăнса-ши, тем шухăша каять тĕнче. В. Харитонов.

Шухăша пут

Шухăша пут погружаться / погрузиться в думы [в раздумье].
Салампи, шухăша путса, конспект çине пăхса ларчĕ. А. Артемьев. Эп шухăша путса тăратăп Хам ĕмĕр тертлĕ пулнăран. А. Воровьев. Чакка шухăша путнă сехетре Лутра алăкран кĕрет пĕр ват çын. С. Элкер.

Шухăша яр

Шухăша яр заставить задумываться / задуматься, заставить погружаться / погрузиться в размышления.
Кунашкал шăплăх çамрăк дирижёра шухăша ячĕ. А. Ĕçхĕл. Ура патне чупса пыраççĕ Хумсем шур кăпăк кăларса, Пĕр вĕçсĕр шухăша яраççĕ, Иртнисене астутарса. Я. Ухсай. Ку кĕтмен хыпар ăна самаях шухăша ячĕ. К. Турхан.

Шыва кĕр

Шыва кĕр 1. купаться / искупаться; 2. окачиваться / окатиться; 3. сильно потеть / вспотеть.
1. Хамăр колхоз пĕвинче Эпир шыва кĕретпĕр, Тăрă-тăрă шывĕнче Пулăсем пек ишетпĕр. Е. Афанасьев. Çамрăксем пĕрин хыççăн тепри кимĕ çинчен анчĕç, васкамасăр салтăнчĕç те шыва кĕрсе уçăлчĕç. Н. Илпек. Çĕрле вара, уяр çанталăкра, Днепра уйăх-çăлтăрсем шыва кĕме анаççĕ. 2. Пĕр икшер-виçшер çапăнсан сивĕ шывпа шыва кĕрсе тухаççĕ те пăлтăрта сивĕ çĕрте тумланаççĕ. 3. Шыва кĕрсе тухнă пек пултăм.

Ывăллăха ил

Ывăллăха ил [кĕрт] усыновлять / усыновить кого.
Пире ывăллăха илĕр, хăвăр Куçукăр вырăнне. Уйăп М. Советра пĕри Курти мучие кулсах каланă: — Пурăнатăн, ватсупнă, пĕччен. Ил ывăллăха пĕр-пĕр йĕкĕте.., авă кăвак куçли сан çинелле питĕ ăшшăн пăхать. В. Паймен. Йăкăнат каллех лавкка уçнă, ик-виç çултан çĕре тара илчĕ, пĕр тăлăх ачана ывăллăха кĕртем пек туса, тарçă тытрĕ. Г. Краснов-Кĕçĕнни.

Ыйха пер

Ыйха пер спать без просыпу.
Чим, сак çинче, куран, пĕр ватă — Дежурнăй-мĕн ыйха перет. А. Алка. — Халĕ те вăл пусă кутĕнче ыйха перет пулĕ, — терĕç виççĕн-тăваттăн. В. Ухли.

Ыйха турт

Ыйха турт дрыхнуть.
Пĕр сăхă сив куç, Автан авăтсан, Кушлавăш туйми ыйха туртнă чух Пахомкка полки тухать вăрмантан. С. Элкер. Килйыш çывăрман-ха. Чĕтрет хăй çути. Пĕр Илюш анчах туртать ыйăха. С. Элкер.

Ыйхă çавăр

Ыйхă (ыйăх) çавăр поспать (часть) и проснуться (как бы завершив некоторый отдельный период сна).
Пĕр ыйхăшар çавăрсан, çаксем часрах каяс тесе вăраннă.

Ырă ту

Ырă [ыр] ту помогать / помочь кому,
Тăшман йăпăлтатса хур тăвать, тусу тавлашса ыр тăвать. Ваттисен сăмахĕсем. Кил хуçи калама çук савăнчĕ: — Мĕнле ырă тăвам-ши сана? Пĕр сурăхне пиллесе парса ярам-и? — тет Пашпӳрнене. С. Аслан. Каланине хăлхуна тăратса итле. Эпир сана, çамрăк слесаре, ыр тăвасшăн. В. Алентей.

Юмах яр

Юмах яр 1. рассказывать / рассказать сказку (сказки), сказывать сказки; 2. беседовать, разговаривать.
1. — Илле мучи, пуху пуçланиччен пĕр-пĕр юмах ярса пар-ха, — терĕç çынсем. Г. Харлампьев. Асатте ман пит ăстаччĕ, Яланах юмах яратчĕ. Г. Ефимов. Пин кайăк, пин йăва, Янрать варта çава, Шуралесем çинчен юмах ярать вăрман. А. Афанасьев. 2. Пирĕнпе юмах ярса тăма мехакикăн вăхăчĕ те çук. А. Талвир. Ну, юлташсем, çывăрăр! Çитĕ юмах яма. Отбой тахçанах пулнă. В. Бурнаевский.

Юн вĕрет

Юн вĕрет [вылять] кровь кипит [играет, бродат, горит] в ком.
Юн вĕрет. Пур ар-хĕр тантăш Тунсăхлать халь пĕр-пĕрне. Я. Хусанкай. Пирĕн чĕрере халлĕхе вара юн вылять. Пуçра — çутă ĕмĕт. А. Ĕçхĕл.

Юншăн антăх

Юншăн антăх жаждать крови.
Америкăн чĕр юншăн антăхан Эшкерĕсем Корейăра паян Çӳреççĕ вилĕм, хĕн-инкек акса, Пĕр айăпсăр çынсен юнне тăкса. Уйăп М.

Юрăхсăра кăлар

Юрăхсăра кăлар приводить / привести в негодность что.
Фронтра икĕ самолета юрăхсăра кăларнăшăн та çак кунчченех кулянса çӳрет. В. Сатай. Унта çӳремелли пĕртен-пĕр çула партизансем юриех юрăхсăра кăларчĕç. А. Александров.

Юрра яр

Юрра яр 1. запеть песню; 2. (дружно, здорово, вовсю) петь.
1. Симĕс вăрман хĕрринче юрра ячĕç сар хĕрсем. Б. Давыдов-Анатри. Çӳлте, тăрăлса тăракан тӳпере, тăри юрра ячĕ. В. Сатай. 2. Тулта автансем çурçĕр çитнине сиссе юрра яраççĕ. Н. Патман. Пĕр тытăнсан, ярать чĕлхемĕр Юрра вара саркайăкла. Я. Ухсай.

Ят пар

Ят пар 1. давать / дать имя кому-чему, называть / назвать кого-что; 2. присваивать / присвоить звание кому, за что, какое.
1. Ахаль мар чăваш ят панă Хăй сăмахĕпе ăна [Атăла]. П. Хусанкай. Пирĕн яла та, Çиреклĕ тесе, пĕчĕк юханшыв ятнех панă. В. Паймен. Пĕр хресченĕн пулнă ывăл, Ӳссе çитĕннĕ вăл сывă, Ашшĕ-амăш кăмăлланă, Алтиер тесе ят панă. Г. Ефимов. 2. Чăваш АССР правительетаи Хусанкая т.ивĕçлитгех яалăх поэчĕ ятне панă. М. Сироткин. Колхоз хуçалăхĕнче тунă çитĕнӳсемшĕн В. В. Зайцева Совет правительстви 1948 çулта Социализмла Ĕç Геройĕ ятне панă. Чăваш календарĕ.

Ят çĕрет

Ят çĕрет имя бесчестится чье, позорится.
Кил-çурт ячĕ ан çĕртĕр. Пуян вăрă-хураха парса чапа тухăп тетĕн-и е яту çĕресрен хăраса пĕртен-пĕр хĕрне ĕмĕрлĕхе тĕтĕмсĕр вута пăрахса çунтарăн-ши? П. Осипов.

Ят çыртар

Ят çыртар 1. записываться / записаться; 2. давать / дать имя кому.
1. Эпир ачасемпе пĕр çĕре пухăнтăмăр та, шкула кайса, ят çыртартăмăр. 2. Елюкпа Куçма ывăлĕ Толя пĕр вăхăтра çуралчĕç, вĕсен ячĕсене те пĕр кунтах çыртарчĕç. Л. Артемьев.

Ят тухать

Ят тухать (тухрĕ) 1. призывается на военную службу кто. 2. распространяется дурная (худая) слава о ком-чем; распространяется слух, молва о ком-чем; 3. зовут кого.
1. Кĕркунне пирĕн те ят тухрĕ. А. Артемьев. Татăлса йĕрсе юрлатчĕ Ят тухсан çын ун чухне. П. Хусанкай. 2. Манăн юлташ çинчен ялта ят тухать. Вăл ĕçлет пĕр виç çул Комсомол ячейкинче, Тухнă «Павăл — камсамул» Тенĕ ят ял хушшине. Я. Ухсай. 3. Хăравçă этем ячĕ тухсанах Сикет кăрт! пырать сĕтел патнелле. С. Элкер. Акă тинех Мишшан та ячĕ тухрĕ. Ю. Званацкий.

Ят хур

Ят хур давать / дать имя кому.
Пĕр ялта эпир çуралнă Йĕкĕреш пекех пĕр кун. Пĕр кунах пире ят хунă Июльти кĕçнерникун. И. Малкай. Ят хурсан та пупсăр-тĕнсĕр, Этемрен этем пулать. В. Урташ.

Ят хуртар

Ят хуртар называть / Назвать именем чьим.
Тен — ăçтан пĕлме пултарăр? — Ман [сăвăçăн] ята та хуртарма Кăмăл тăвĕ тĕп хуламăр Пĕр-пĕр урлă урама. П. Хусанкай.

Чăваш чĕлхин çĕнĕлĕх словарĕ

авăр

1. П.п. Пĕр-пĕр япалан çынна пăхăнтаракан витĕмĕ; серепе, таната. Парти авăрне лекнĕ Патшалăх Канашĕ... Х-р, 25.12.1997, 3 с. Унăн ăшшăн пăхакан куçĕсем, çемçе калаçăвĕ, лăпкă кулли... хăйсен авăрне çавăрса илсе кайрĕç. ТА, 1998, 1 /, 47 с. Çапла майĕпен театр авăрне кĕрсех кайрăм. ÇХ, 2000, 17 /, 12 с. — черкке авăрĕ (Х-р, 22.09. 1992, 4 с.); эрех «авăрĕ» (ПÇ, 16.05.2001, 3 с.); наркотик авăрĕ (ЧХ, 2000, 34 /, 6 с.); çемье авăрĕ (К-ш, 1998, 7 /, 8 с.); юрату авăрĕ (Т-ш, 2001,39 /, 10 с.). 2. П.п. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă вышкайсăр лару-тăру. Председатель хуçалăха юхăнчăклăх авăрне чăмтарнă. К-н, 1986, 20 /, 7 с. «Химпром» авăртан тухасшăн. Х-р, 29.10.1993, 1 с. Çеçпĕле юрату туйăмĕ вăйлă çавăрса илет те асап авăрне кĕртсе ӳкерет. Х-р, 18.09.2001, 3 с. — хăрушлăх авăрĕ (Я-в, 1991, 4 /, 23 с.); синкер авăрĕ (Я-в, 1995, 10 /, 113 с.); мĕскĕнлĕх авăрĕ (Ч-х, 1999, 27 /, 3 с.); финанс ултавĕн авăрĕ (Х-р, 2.07.1999, 3 с.); пĕчченлĕх авăрĕ (ÇХ, 2003, 2 /, 2 с.). 3. П.п. Хĕвĕшӳ, тĕркĕшӳ, пăтрану, пăтрав. «Сумкăсемпе порт-фельсем» текен лавккана ... çитрĕм те — чăн-чăн авăра лекрĕм. К-н, 1983, 24 /, 4 с. Пĕр сăвă та пулин... путмасăр иштĕр-и кун-çул авăрĕнче. Г.Ирхи, 1991, 24 с. Пире, йытă çурисем пек, коммунизмла идеологи мунчинчен рынок авăрне кăларса пăрахнă. Х-р, 28.04.1994, 3 с. Пурнăç авăрĕнче ишме вĕренеççĕ [Пуçелĕк]. ÇХ, 2002, 6 /, 5 с.

автан

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан вуникĕ паллăран (чĕрчунтан) вуннăмĕшĕ. Вьетнам, Китай, Япони, ... ытти хăш-пĕр çĕршывсен календарĕнче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă. Çав ятсем 12 çулхи çаврăмпа ылмашăнса пыраççĕ. Вĕсем çаксем, 1. Йĕкехӳре (Шăши). 2. Ĕне (Вăкăр). 3. Тигр. 4. Куян (Кролик). 5. Аç-таха. 6. Çĕлен. 7. Лаша. 8.Сурăх (Така). 9. Упăте. 10. Автан (Чăх). 11. Йытă. 12. Сысна (Кабан). КЯ, 15.05.1988, 4 с. Шухăшлавçăсем, ăсчахçăсем Автан çулĕнче çуралаççĕ. ЯБ, 1990, 1 /, 62 с. — Автан çулне кĕр (Х-р, 22.03.1993, 4 с.; ÇХ,1998, 1 /, 5 с.). 2. Ç.п.,астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра (Автан çулĕнче) çуралнă çын. Автана кăçал ĕмĕтсем татăлни кулянтарма пултарать. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Автансем ... çĕнĕ çула та асăрхануллăн йышăнаççĕ. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с. Автан çитес çул чылай лăпкăрах тата ирĕклĕрех пурăнма пултарать. ÇХ,1999, 49 /, 8 с. — Автан-хĕрарăмсем, Автан-арçынсем (Х-р, 31.12.1992, 3 с.). 3. П.п., калаç. Ирĕлтернĕ сахăртан ачасене ĕмме хатĕрлекен пылак çимĕç. П.Большаков хăйĕн килĕнче пылак автансен «инкубаторне» уçнă. К-н, 1966, 9 /, 12 с. Сахăртан тунă «автан». Х-р, 20.01.1994. 4. П.п., калаç. Чупкăн арçын; хĕрарăм кĕтӳççи, ĕревĕç. Пĕлтĕр мана «автан» тесе чĕнетчĕç. Çук, Автан çулĕнче çуралнăран мар, чиперккесене час-час улăштарнăран. ÇХ, 1998, 42 /, 10 с. Çав мехелпех пуçлас пуль сăмаха... Каçтака мар, автан шырамалла. ТА, 1998, 1 /, 36 с.

агитчупу

ç.с. Йĕлтĕрçĕсен, велосипедçăсен (туп.) е çуран чупакансен ушкăнĕ халăха пĕр-пĕр тĕллевпе витĕм кӳме çула тухни. Çеçпĕл—Теччĕ маршрутпа йĕркеленĕ агитчупу. ÇХ, 1999, 8 /, 2 с.

агрокомбинат

ç.с. Ял хуçалăх продукцине хатĕрлесе сутакан пĕрлешӳллĕ предприяти; агропромышленность (туп.) комбиначĕ. Çу-ук, яла мар, агрокомбината [каятăп]. ТА, 1989, 9 /, 71 с. 1987 çултан пуçласа вăл «Сура» агрокомбинатра тĕп директор пулчĕ. ХС, 1999, 5 /, 3 с. Агрокомбинатсен, агрофирмă-сен, коллективлă предприятисен... ĕçĕ-хĕлĕ. ХС, 1999, 17 /, 3 с. Чи тĕлĕнмелли, çак агрокомбината кĕрекен агрофирмăсен пĕр хуçа, пĕр счет çеç пулни. Х-р, 25.07.2000, 1 с.

айхилĕх

ç.с. Г.Айхи поэзийĕн хăй евĕрлĕхĕ тата вăйăмĕ. 50-мĕш çулсенчех чăваш поэзийĕнче «айхилĕх» текен пулăм çуралать, ... хăш-пĕр çамрăк сăвăçсене илĕртет, критиксене калаçтарать. А.Хусанкай //Х-р,10.09.1992, 5 с. Унта [Г.Айхи поэзийĕнче] — верхарнлăх, велимирлăх, унта — айхилĕх тараси. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 15 с.

аккредитациле

ç.в. Пĕр-пĕр çĕрти ĕç-пуçа çутатса тăмашкăн журналиста çав вырăнта официаллă майпа çирĕплет; аккредитла. Массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсене... Аслă Совет çумĕнче парламент корреспонденчĕсем тесе аккредитацилеççĕ. Х-р, 5.06.1992, 2 с. Таджикистанра аккредитациленĕ журналистсем... салука илнĕ ĕçтешĕсене ирĕке кăларма чĕнсе каланă. Х-р, 13.02.1997, 1 с.

актиниди

п.с. Йĕплĕ хурлăхан (крыжовник) пек шултра та сиплĕ çырлаллă, явăнса ӳсекен тĕмĕ. Пахчаçăсем валли сиплĕ тĕмсем ӳстерет. Мĕн тĕрли çук пулĕ унта, палан, ирга, актиниди, лимонник... Х-р, 11.09. 1996, 4 с. Актинидин пĕр çырлинчеçынна талăкра кирлĕ чухлĕ витамин. К-ш, 1997, 39 /, 8 с.

алкаш

п.с., калаç. Ĕçке ернĕ çын; ĕçкĕçĕ, алкоголик. Тарасов пухура «алкашсене» хирĕç тухса каланăччĕ. К-н, 1983, 16 /, 8 с. Кашни сывалакан алкоголик пуçне сывалма тăрăшман виçĕ-тăватă алкаш тивет. А.Емельянов, 1990, 50 с. Ку та ашшĕ пекех алкаш пулчĕ. Т-ш, 1999, 11 /, 2 с. Алкашсем пурте пĕр пекех иккен. ТА, 2003, 2 /, 9 с. — алкаша тух (А.Емельянов, 1985, 346 с.).

альтернатива

п.с. Суйлама май паракан вариант(сем); суйлав мехелĕ. Урăхла нимĕнле альтернатива та çук Раççейĕн. Х-р, 17.06.1992, 2 с. 1990 çулта Аслă Совета суйланă чухне Етĕрне округĕпе пĕр кандидат çеçчĕ... Л.Софроновхăйне майлă реформаторччĕ«альтернатива кирлĕ» терĕ. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Сăрă тĕсрен е хурçă тĕсĕнчен лайăххи çук теççĕ. Çапах альтернатива та пур «çемçе» тĕссем. ÇХ, 1999, 10 /, 8 с. Вăл декан суйлавне альтернатива мелĕпе ирттерме ыйтса çырнă. АМХ, 2000, 8—10 /, 7 с. — альтернатива шыра (В.Егоров, 1989, 42 с.). — ВЧС, 1971, 26 с.

альтернативлă

ç.с. 1. Суйласа илме май паракан; вариантлă. Мехколонна начальникне альтернативлă майпа 5 кан-дидатран суйланă. П-н, 1990, 2 /, 3 с. «Суйлав альтернативлă мар», «интереслĕ мар», суйлав пĕтĕмлетĕвĕ «малтанах паллă» тесе çирĕплетни... Х-р, 2.02.2000, 2 с. Чӳк уйăхĕ вĕçнелле (1990 ç.) альтернативлă майпа декан суйлавне ирттертĕмĕр. АМХ, 2000, 8—10 /, 7 с. Альтернативлă вакунсен шучĕ ШупашкарМускав пуйăсра иккĕ çеç, билет [унта] икĕ хут йӳнĕрех. Х-р, 24.05.2001, 1 с. — альтернативлă чек (Ç-т, 1992, 6 /, 24 с.). 2. Çирĕпленнинчен (хăнăхнинчен) урăхла; официаллипе пĕр килмен. Çĕнйĕркелӳ пуçланиччен альтернативлă фольклора пичетлеме ирĕк пулман. Х-р, 4.08.1993, 4 с. «Альтернативлă хĕсмет çинчен» саккун кирли куç кĕрет. ÇХ, 1999, 11 /, 2 с. Экономикăна альтернативлă, халăха майлă аталантарса пырсан... Ч-х, 1999, 14 /, 2 с. — альтернативлă платформа (П-н, 1990, 2 /, 3 с.); альтернативлă çырăнтару (Т-ш, 15.10.1992); альтернативлă шкул (Х-р, 4.03.1993, 1 с.); альтернативлă çар служби (Х-р, 13.02.1997, 2 с.), альтернативлă общество организацийĕсем (Х-р, 15.08.2000, 1 с.); альтернативлă меслет (ТА, 2002, 5 /, 3 с.).

альтернативăсăр

ç.с. Суйлав мехелĕсĕр, вариантсăр, пĕртен-пĕр. Çитес суйлав пирки «альтернативăсăр» теççĕ. ÇХ, 2000, 12 /, 2 с. Президент ĕçĕсене паян туса пыракан — альтернативăсăр кандидат иккен. Х-р, 4.03.2000, 2 с.

альянс

ç.с. Организацисен (тĕсл., политика пар-тийĕсен), патшалăхсен е çынсен ушкăнĕ пĕр-пĕр тĕллевпе вăхăтлăх чăмăртанни. Вĕсем ... Жан Кусто çĕршывĕн яш-кĕрĕмĕпе тахçанах çыхăннă-мĕн, малашне альянс (пĕрлĕх) туса хурасшăн. ÇХ, 1998, 46 /, 4 с. Вулакансем «Альянс» ушкăн солисчĕсемпе паллаштарма ыйтса çыру хыççăн çыру яраççĕ. Т-ш, 1999, 8 /, 12 с. Çак «вăртахлăха» (альянса) хăй вăхăтĕнче Ф.Тютчев питĕ ăнăçлă питленĕ. Х-р, 13.04.2000, 2 с.). — Çурçĕр Атлантика альянсĕ (Х-р, 13.04.2001, 3 с.)

анекдотлăх

ç.с. Анекдотри пек лару-тăру, тамашаллă ĕç-пуç; путишлĕх, камитлĕх (туп.). Кашни калавĕ-новелли Агиверăн кулăш, анекдот çинче хывăннă... Кунашкал анекдотлăх пĕр Агивершăн кăна кăсăк теме çук. Г.Федоров, 1996, 17 с.

апатлану

п.с. 1. Апат-çимĕç çини; сăй. Вăраха пымарĕ апатлану. В.Тимаков, 1984, 33 с. Б.Чиндыковăн «Çур çĕр хыççăнхи апатлану» драмăлла повеçĕ. Я-в, 1989, 6 /, 25 с. Пурăннипе, апатланупа тата çул çӳревпе çыхăннă тăкаксене хуçасем хăйсем çине илеççĕ. Х-р, 11.09.1996, 1 с. [Пĕчĕк] ачан кун йĕркийĕ апатлануран, çывăрнă тата çывăрман вăхăтсенчен тăрать. С-х, 2000, 36 /, 3 с. — совет салтакĕн апатланăвĕ (А-и, 1992, 22 /, 2 с.); юлташла апатлану (У.Улхаш, 1993, 36 с.); каçхи апатлану (В.Эктел, 1996, 32 с.). 2. Апат-çимĕç çитерессине йĕркелени; халăха тăрантни, сăйлани. Суту-илӳпе обществăлла апатлану предприятийĕсем. КЯ, 22.09.1973, 2 с.; Х-р, 21.07.1992, 1 с. Обществăлла апатлану управленийĕ. К-н, 1984, 16 /, 8 с.; Х-р, 25.12.1997, 3 с. Малтан-лăха [Турцирен килнĕ] хăнасем Шупашкарта пĕр апатлану пунктне уçма калаçса татăлнă. Т-ш, 1998, 12 /, 4 с. — апатлану çурчĕ «столовăй» (К-н, 1982, 19 /, 5 с.; К-н, 1984, 18 /, 4 с.); апатлану керменĕ «ресторан», «кафе»(Я-в, 1995, 10 /, 110 с.; ХШ, 1999, 4—5 /, 114 с.). — ВЧС, 1971, 509 с.; ВЧС, 1951, 473 с.

аппаратçă

ç.с. Пĕр-пĕр тытăмлăх (учреждени) ĕçне йĕркелекенсенчен пĕри; аппаратчик. Аппаратçă-пуçлăхсемпе усăсăр кĕрмешсе мĕн чухлĕ вăхăт сая яни, сывлăха пĕтерни кунта каламасăрах паллă пуль. Хв.Уяр //Я-в, 1991, 11 /, 28 с. Те Стародубцев аграри, те Селезнев аппаратçă, те Купцов сăрă кардинал ... хыççăн каймалла. Х-р, 18.03.2000, 2 с.

аптрал

п.в., калаç. Аптрамалла; аптрашки, аптрав, аптриш. Мĕн тумалла ĕнтĕ халь, аптрал. К-н, 1974, 10 /, 3 с. Каллех лаша патне çитрĕн тем. Аптрал санпа! Н.Мартынов, 1985, 156 с. Аптрал вĕт капла, Мария Леонидовна, чăнах аптрал. К-н, 1985, 3 /, 2 с. Ах, чисти аптрал. Çак димедролсăр пĕр кун та пурăнаймастăп. ЧХ, 1999, 42 /, 3 с.

арлаш

(АРЛАН), п.с., калаç. Ар хутшăнăвĕнче пул, ар çыхăнăвне кĕр; савăш (туп.). Арçын арçынпа е хĕрарăм хĕрарăмпа тĕлли-паллисĕр арлашса пурăнни вирус ересси патне илсе çитерет. Т-ш, 25.09.1991, 6 с. Çĕрĕпех арлашса выртрăмăр. ÇХ, 1.02.1997, 6 с. Пĕр чипер хĕрарăм вырăн çинче çĕнĕ чăвашпа арланса выртнă. К-н, 2002, 7 /, 18 с. — ВЧС, 1971, 134 с.

аслăлăх

п.с. Чап(лăх), чаплăлăх, мухтавлăх. Çынсен аслăлăхĕ вăлкивçен илнĕскер. Ах, вăл мар, Эсĕ çеç иментертĕн мана! Г.Айхи, 1968, 143 с. Çапла Иисус, хăватлă ĕçсем тума ... пуçласа, Хăйĕн аслăлăхне кăтартнă. ЯБ, 1990, 3 /, 6 с. Эй, Тур-рăмăр, ... Аслăлăху хăех пĕр пысăк ту. Н.Кушманов, 1995, 23 с. — ВЧС, 1971, 72 с.

аталанусăр

ç.я. Совет Союзне Л.И.Брежнев ертсе пынă çулсене пĕр енлĕ хаклакан ят; СССР историйĕн М.С.Горбачев умĕнхи çирĕм çуллăхĕ (1965—1985). Общество аталанусăр тапхăрта пурăннă чухне çак ялта тутар чĕлхине вĕрентме пăрахнă. КЯ, 31.08.1989, 3 с. «Аталанусăр тапхăр» вăхăтĕнче тума тытăннă обpект. Х-р, 16.12.1992, 1 с. — аталанусăр текен тапхăр (КЯ, 24.01.1989; Х-р, 30.04.1992).

аталанусăр тапхăр

ç.я. Совет Союзне Л.И.Брежнев ертсе пынă çулсене пĕр енлĕ хаклакан ят; СССР историйĕн М.С.Горбачев умĕнхи çирĕм çуллăхĕ (1965—1985). Общество аталанусăр тапхăрта пурăннă чухне çак ялта тутар чĕлхине вĕрентме пăрахнă. КЯ, 31.08.1989, 3 с. «Аталанусăр тапхăр» вăхăтĕнче тума тытăннă обpект. Х-р, 16.12.1992, 1 с. — аталанусăр текен тапхăр (КЯ, 24.01.1989; Х-р, 30.04.1992).

аталанусăрлăх

ç.с. Аталанма пултарайманни, ӳсĕнме пăрахни; ӳсĕмсĕрлĕх (туп.). Хăш-пĕр регионăн географи хăйне евĕрлĕхĕ тата экономикăри аталанусăрлăхĕ ... хушма мерăсем йышăнма ыйтаççĕ. Х-р, 3.09.1996, 2 с. — аталанусăрлăх тапхăрĕ «аталанусăр тапхăр» (КЯ, 1.02.1989; 15.09.1989).

аура

ç.с. 1. Парапсихол. Чĕрĕ чунăн ӳт-пĕвне хупăрласа тăракан, вышкайсăр сисĕмлисем (экстрасенссем) кăна куракан çутă пайăрка сийĕ; биоуй (туп.). Çын аури, тепĕр майлă каласан, биоуйĕ (е кĕлетке тавра тытăнса тăракан куçа курăнман мĕлке) тăрăх диагноз лартма пулать. Х-р, 27.06.1992, 3 с. Иисус Христосăн аури сарă тĕслĕ пулнă. Я-в, 1995, 9 /, 105 с. Экран çинче вăл [хĕрача] çĕр çывăхĕнчи орбитăра ĕçлекен çынсен аурине курма пултарнă. ÇХ-рĕ, 15.12.1999, 4 с. Аура çирĕп, вăйлă пулсан сире нимĕнле хура вăй та, нимĕнле тухату та çĕнтереймĕ. С-х, 2000, 27 /, 3 с. — аурăн асамлă çути (Я-в, 1995, 10 /, 42 с.). 2. Куçăм. Этем, чĕрчун е япала хăй таврашĕнчи çынсене кӳрекен витĕм. Тен, эпĕ те такамшăн Турă... Ырсунăм кăмăлĕ — аура. Л.Федорова //Я-в, 1991, 4 /, 7 с. Вера Кузьминичнăна çур ĕмĕр ытла [театрти] çак аура витĕм кӳрсе тăрать (ХК, 1998, 37 /, 15 с.). Пирĕн Таньăсене тата темле «аура» текенни пĕрешкеллетет ахăр. ÇХ, 1999, 3 /, 4 с. 3. Куçăм. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă лару-тăру, ĕç-пуç. Наци философийĕ, пурнăç аури ... авалхи тĕнре мĕн тери уçăмлă палăрать. Х-р, 17.12.1992, 3 с. Хăйне евĕрлĕ аура хуçаланать. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Вăл [тĕп режиссер] артистсем сцена çинче хумханнине, ... залра хăйне майлă «аура» пулнине лайăх туйса илнĕ. Х-р, 13.04.2001, 2 с.

афганец

п.с., ç.с. 1979—1989 çулсенче Афганистан вăрçине хутшăннă («интернационалла тивĕçе пурнăçланă») совет салтакĕ. Пĕлтĕр кĕркунне «афганецсен» тепĕр ушкăнне «Воин-интернационалиста — пархатарлă афган халăхĕнчен» медальпе наградăларĕç. КЯ, 15.03.1989, 4 с. Вăрмар çывăхĕнчи пĕр яла шăп [çав] ... кун «афганец» виллине илсе пынă //Я-в, 1991, 6 /, 17 с. Афганецсемпе, ветерансемпе ... тĕл пултăм. Х-р, 8.09.1992, 1 с. Афганçă!.. Эс пулнă çичĕ хутлă тамăкра. Ю.Сементер //Я-в, 2002, 9 /, 77 с. — воин-«афганец» (Х-р, 4.08.1993, 2 с); Саша-афганец (Х-р, 31.10. 2002, 6 с.); афганецсен пĕрлĕхĕ (ÇХ, 1999, 8 /, 1 с.); афганецсен çемйисем (ÇХ, 2001, 14 /, 4 с.).

афганçă

п.с., ç.с. 1979—1989 çулсенче Афганистан вăрçине хутшăннă («интернационалла тивĕçе пурнăçланă») совет салтакĕ. Пĕлтĕр кĕркунне «афганецсен» тепĕр ушкăнне «Воин-интернационалиста — пархатарлă афган халăхĕнчен» медальпе наградăларĕç. КЯ, 15.03.1989, 4 с. Вăрмар çывăхĕнчи пĕр яла шăп [çав] ... кун «афганец» виллине илсе пынă //Я-в, 1991, 6 /, 17 с. Афганецсемпе, ветерансемпе ... тĕл пултăм. Х-р, 8.09.1992, 1 с. Афганçă!.. Эс пулнă çичĕ хутлă тамăкра. Ю.Сементер //Я-в, 2002, 9 /, 77 с. — воин-«афганец» (Х-р, 4.08.1993, 2 с); Саша-афганец (Х-р, 31.10. 2002, 6 с.); афганецсен пĕрлĕхĕ (ÇХ, 1999, 8 /, 1 с.); афганецсен çемйисем (ÇХ, 2001, 14 /, 4 с.).

ахăрсамана

п.п., куçăм. Пăтравлă вăхăт; тăнăçсăрлăх, йĕркесĕрлĕх (хĕсĕрлев, вăрçă-харçă, çапăçу-хирĕçӳ, çил-тăвăл т.ыт.те). Директора ларсан пĕр Тăмана, ... пуçланчĕ ахăрсамана //К-н, 1972, 5 /, 9 с. Ахăрсаманара хур курнă [Пуçелĕк]. КЯ, 1.05.1989, 3 с. 20-мĕш ĕмĕрти чи пысăк ахăрсаманаОктябрьти социализмла революци. В.Эктел //Я-в, 1992, 9 /, 28 с. Хальхи оппозици çак ахăрсаманара (тен, саманине оппозици хăй ытлашши ахăрттарать.) влаçа ларсан... Х-р, 20.10.1992, 1 с. Çул çитмен çамрăксене ахăрсамана алхастарать-ши. А-д, 17.12.1999, 1 с. — Сталин ахăрсамани (КЯ, 1.05.1989, 3 с.; Я-в, 1991, 6 /, 10 с.), 1937 çулхи ахăрсамана (Х-р, 29.09.1992, 3 с.); 1812 çулхи ахăрсамана (Я-в, 2002, 9 /, 87 с.); — ахăрсамана синкерĕ (КЯ, 22.10.1989, 3 с.); «ахăрсамана» вăхăчĕ (Х-р, 21.08.1998, 1 с.), ахăрсамана чулĕ (Н.Ишентей, 1997, 57 с.).

ахăр самана

п.п., куçăм. Пăтравлă вăхăт; тăнăçсăрлăх, йĕркесĕрлĕх (хĕсĕрлев, вăрçă-харçă, çапăçу-хирĕçӳ, çил-тăвăл т.ыт.те). Директора ларсан пĕр Тăмана, ... пуçланчĕ ахăрсамана //К-н, 1972, 5 /, 9 с. Ахăрсаманара хур курнă [Пуçелĕк]. КЯ, 1.05.1989, 3 с. 20-мĕш ĕмĕрти чи пысăк ахăрсаманаОктябрьти социализмла революци. В.Эктел //Я-в, 1992, 9 /, 28 с. Хальхи оппозици çак ахăрсаманара (тен, саманине оппозици хăй ытлашши ахăрттарать.) влаçа ларсан... Х-р, 20.10.1992, 1 с. Çул çитмен çамрăксене ахăрсамана алхастарать-ши. А-д, 17.12.1999, 1 с. — Сталин ахăрсамани (КЯ, 1.05.1989, 3 с.; Я-в, 1991, 6 /, 10 с.), 1937 çулхи ахăрсамана (Х-р, 29.09.1992, 3 с.); 1812 çулхи ахăрсамана (Я-в, 2002, 9 /, 87 с.); — ахăрсамана синкерĕ (КЯ, 22.10.1989, 3 с.); «ахăрсамана» вăхăчĕ (Х-р, 21.08.1998, 1 с.), ахăрсамана чулĕ (Н.Ишентей, 1997, 57 с.).

бакалавр

ç.с. 1. Ик-виçĕ сыпăклă йĕркепе пĕлӳ паракан аслă шкулăн пуçламăш сыпăкне (бакалавриата) ăнăçлă вĕçленĕ çын. Тăватă çул вĕреннĕ хыççăн ... студентсем бакалавр, малалла вĕренекенсем магистр степеньне илеççĕ. Х-р, 25.08.1998, 2 с. Мана университет пĕтериччен пĕр çул маларах ĕçе илнĕ. Манăн бакалавр дипломĕ пулнă. ÇХ, 1999, 39 /, 12 с. 2. Ăрăмçăсен (туп., 1) ятарлă пĕлӳпе ăсталăх шайне палăрт-малли виçе; кĕçĕн пусăм. Вăл Ю.Лонго ертсе пыракан ассоциацин курсĕнче пĕлӳ илнĕ. Бакалавр тата пĕтĕм тĕнче категориллĕ экстрасенс пулса тăнă. Х-р, 17.07.1992, 4 с. Яндимиркин икĕ эрне ... Тухатмăшсен орденĕн ассоциацийĕнче малалла вĕреннĕ, бакалавртан магистр пулса тăнă. Х-р, 15.10.1992, 4 с.

биоритм

ç.с. Чĕрĕ организм ĕçĕ-хĕлĕн хастарлăхĕ пĕр-пĕр тăтăшлăхпа ылмашăнни; пурнăç çемми. Çын биоритмĕ тăрăх унăн сывлăхне пĕлме пулать. С-х, 1999, 17 /, 2 с. Пур чирлĕ çыннăн та хăйĕн биоритмне пăхăнмалла. С-х, 2000, 36 /, 3 с. Пирĕн пĕтĕм пурнăç биоритмсенчен килет. ЫХ, 2001, 20 /, 4 с.

биотехнологи

ç.с. Апат-çимĕç, эмел, им-çам, выльăх апачĕ туса кăлармашкăн чĕрĕ хатĕрсемпе (тĕсл., микроорганизмсемпе) тата биологи пулăмĕсемпе усă курни; биологие техникăпа çыхăнтаракан ăслай. Хăш-пĕр биотехнологи предприятийĕсем этем сывлăхĕшĕн питĕ сиенлĕ. Х-р, 13.07.1993, 3 с. Çĕнĕ Шупашкар хулинче ... Мускаври биотехнологи универси-течĕн филиалĕ уçăлать. Х-р, 28.04.2000, 1 с. — биотехнологи колледжĕ (Х-р, 4.11.2001, 4 с.).

биоток

, п.с. Чĕрĕ организмри — унăн хавалĕпе пĕр килекен, ыттисене витĕм кӳме пултаракан — хăйне евĕрлĕ чӳхенӳ (электромагнит таппи). Пациентсене çамрăк донорсен магнит пленки çине çырса илнĕ биотокĕсене парса çамрăклатма пуçларăмăр. К-н, 1965, 24 /, 4 с. Çыннăн пуç миминчен саланакан биоток ... юлташĕсен, тăванĕсен ăс-тăнне, туйăмне çитни... В.Тимаков, 1984, 52 с. Çын шутлани теприне биотоксемпе куçать-ши. В.Эктел //Я-в, 1991, 7 /, 17 с. Манăн биотоксем куракан патне çитеççĕ. Х-р, 25.12.1997, 4 с. Йывăçсем те çынна сиплĕхлĕ биотоксемпе витĕм кӳреççĕ. С-х, 1999, 1 /, 2 с. — биоток яр (В.Эктел, 1996, 82 с.); биоток ритмĕ (С-х, 2000, 9 /, 4 с.); биоток хĕлхемĕсем (С.Асамат //ÇХ, 2000, 12 /, 11 с.).

блат

п.с., калаç. Саккунсăр çăмăллăх пама, ĕç-пуçа майлаштарма пултаракан пĕлĕш-хурăнташ; пĕлĕшлĕх, куккасем (туп.). Ун Шупашкарти магазинсенче «блат» пур ĕнтĕ. Х-р, 27.09.1991, 3 с. Паллах, блат тени пулсан вырнаçма пулĕ-ха, унсăрăн... ÇХ, 1998, 39 /, 3 с. Тата «блат» пулсан пурăнма аван. ЧХ, 2000, 35 /, 3 с. Хăш-пĕр факультетсенче вĕсене [каччăсене] ... «блатсăр»-мĕнсĕрех ... хапăл туса йышăнаççĕ. Ар, 2001, 25 /, 3 с. — ВЧС, 1971, 54 с.

боевик

п.с. 1. Хăвăрт аталанакан сюжетлă, кĕрешӳ-çапăçуллă фильм; кинобоевик. «Колосс» кинотеатрта кăтарта-кан картинăсене боевик тетчĕç. Пирĕн «Апайка» та боевиксен ретĕнче пулма тивĕçлĕ пулчĕ. Тани Юн, 1972, 61 с. Ку фильма [«Апайкăна»] куракансем «чăваш боевикĕ» теççĕ. ХК, 1993, 6 /, 2 с. Телевизорпа кăтартакан тĕрлĕрен боевиксем çамрăк ăс-тăна минретеççĕ. Х-р, 21.02.1997, 4 с. Клубра ... пулса иртнĕ хĕрӳ çапăçу хальхи боевиксенчен пĕртте кая мар. Т-ш, 1999, 6 /, 3 с. Çывăрас умĕн çивĕч сюжетлă кинофильм, боевик... курмалла мар. С-х, 2000, 27 /, 1 с. — хăрушă боевиксем (ÇХ, 2000, 17 /, 9 с.); киревсĕр боевиксем (Х-р, 5.04.2001, 3 с.). — ВЧС, 1971, 56 с. 2. Политика тĕллевĕсене хĕç-пăшалпа усă курса пурнăçлама тăрмашакан ушкăнăн кĕрешӳçи; çапăçуçă. Кубинецсем пирĕн пата [70-мĕш çç. Чилие] 15 пин боевик янă. Х-р, 20.10.1992, 3 с. Дудаевăн боевикĕсем мирлĕ халăха вĕлерсе çӳреççĕ. Х-р, 24.01.1996, 1 с. Борисов Чечняра чечен боевикĕсен засадине лексе аманнă. ÇХ, 2000, 14 /, 2 с. Взвод командирĕ вырнаçнă казармăна... боевиксем вăркăнса кĕреççĕ. ТА, 2003, 2 /, 71 с. — таджик боевикĕсем (Х-р, 4.08.1993, 2 с.), таджик оппо-зицийĕн боевикĕсем (ÇХ, 2000, 14 /, 2 с.); Курдсен ĕçлев пар-тийĕн боевикĕсем (Х-р, 3.06.1997, 2 с.); ислам боевикĕсем (Х-р, 11.04.1999, 1 с.); тĕн сектин боевикĕсем (Х-р, 24.01.2002, 2 с.). — боевиксен бази (Ар, 2001, 25 /, 4 с.). 3. Ç.п., куçăм. Пуçтах, вăрçчан, шăртламас. Сылтăм вăйсен союзĕн çӳлерех асăннă боевикĕсем [«березовскисем, чубайссем, немцовсем, киселевсем, сванидзесем»]. Ч-х, 1999, 27 /, 3 с. Çав кунах тĕп хулари О.Кошевой урамĕнче те пĕр «боевика» тытса чарнă. Х-р, 14.03.2000, 4 с. Шаптак «боевикĕсем» [Пуçелĕк]. ÇЯ, 29.09.2001, 4 с.

бордель

ç.с. Аскăнлăх çурчĕ, ясарлăх килĕ, савăшу (туп.) йăви. Унăн амăшĕ Минск хулинче бордель тытатчĕ, эп унта çӳреттĕм. Я-в, 1991, 12 /, 20 с. Илем шкулĕн хĕрĕсене Турцире бордель валли вăрласа юлнă имĕш. ÇХ, 9.10.1998, 2 с. Туй хыççăн юлташĕсем ăна бордельте кураççĕ. ÇХ, 2000, 39 /, 12 с. «Хĕрлĕ хунарсен урамĕнчи» пĕр бордельте 21 çулти çамрăк вилсе кайнă. Х-р, 28.09.2001, 3 с.

брифинг

ç.с. Официаллă çын, пĕр-пĕр элчĕ (предста-витель) — журналистсене пухса — пайăр ыйтăва, темăна уçăм-латни; пĕчĕк пресс-конференци. Эпĕ ăна [информацие] СССР Шалти ĕçсен министерствинче ирттернĕ брифингран илнĕччĕ. Я-в, 1991, 5 /, 16 с. А.Яковлев Кремльти брифингра Раççей тата ют çĕршыв журналисчĕсене Кронштадри инкек-синкек чăнлăхне уçса паракан документсене кăтартнă. Х-р, 1994, 6 /, 1 с. Çа-кăн пирки Федерацин хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи управленийĕнче иртнĕ брифингра пĕлтерчĕç. ÇХ, 18.09.1998, 2 с.

ваххабизм

п.с. Суннитсен исламĕн Мухаммед ибн Абд аль-Ваххаб (ХVIII ĕмĕр) вĕрентĕвне тĕпе хуракан, ислам тасалăхĕпе джихад идейине (ĕненӳшĕн пыракан кĕрешĕве) сума сăвакан тĕнпе политика юхăмĕ. Взрывсем кĕрленинче вахха-бизма ислам фундаментализмĕн пĕр енне тытса пыракансем айăплă. Х-р, 8.10.1999, 2 с. Раççейре ваххабизм сарăлас хăрушлăх палăрмаллах ӳсет. Х-р, 4.11.1999, 1 с.

вăкăр

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ылмашăвне кăтартакан 12 паллăран иккĕмĕшĕ. Хĕвелтухăç гороскопĕпе Çĕнĕ çулВутлă Вăкăр çулĕнарăс уйăхĕн 7-мĕ-шĕнче ... пуçланать. Х-р, 5.02.1997, 4 с. Акă ĕнтĕ «Вăкăрпа» сывпуллашма, «Тигра» хапăл тума вăхăт. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Вăкăр-арçынсемшĕн хĕрарăмсемпе хутшăнасси [Качака çулĕнче] çăмăлах мар, мĕншĕн тесен хăнăхнă йĕркесенчен пăрăнма тивет. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Вăкăр çитес çул темиçе хутчен те йывăр лару-тăрăва лекет. ÇХ, 1999, 49 /. 8 с. Ачасем ... иккĕшĕ те Вăкăр. Х-р, 13.04.2001, 3 с. 3. Ç.п., астрол. Çулталăк çаврăмĕпе пыракан Хĕвел çав ятлă çăлтăрсен ушкăнĕнче чухне (21.IV—21.V) çуралнă çын. Çĕртме уйăхĕнче Вăкăрсенчен чылайăшне Ăнăçу турри хăй хӳттине илет. Х-р, 3.06.1992, 4 с. Вăкăрсене нумайччен пĕр ыйту хумхантарĕ, мĕнле майпа укçа тупас. К-ш, 1998, 7 /, 8 с. Ф.Киркоров Качака çулĕнче çуралнă Вăкăр. ÇХ, 2000, 6 /, 5 с.

вăрçăн

п.в. Харкаш, хирĕл, хирĕç; вăрçăш. Тӳрех вăрçăнма ан пуçлăр-ха эсир. Л.Таллеров, 1978. Унчченхи уйрăлми туссем пĕр ĕçкĕре вăрçăнса кайнă. Хв.Агивер, 1984, 59 с. Ку ыйтăва та чи малтан Патшалăх Канашĕн депутачĕсене памалла... Анчах юрĕвăрçăнас килмест. Х-р, 2.12.2000, 1 с. Вапмир пĕтĕм пурнăçа аркатать, унăн ялан вăрçăнмалла, хирĕçмелле. Ар, 2001, 15 /, 3 с. — вăрçăнмалли сăлтав (Д.Гордеев, 1988, 81 с.).

велосипедçă

ç.с. Велосипедпа (утсăр урапапа) çӳрекен çын; велосипедист. — Салам, чиперкке, — сăмах хушнă велосипедçă. Вăл [хĕр] велосипедçăна пĕр сăмах та чĕнмен. ЧÇ, 1998, 22 /, 13 с. Вăрмар вăлОлимпиада чемпионĕ В.Соколов, ... тĕнчипех паллă В.Гаврилов, И.Иванов велосипедçăсем. А.Т.-Ых-ра, 2000, 46 с.

видеокласс

ç.с. Вĕрентӳре видео (туп., 1) мелĕпе тухăçлăрах усă курма йĕркеленĕ ятарлă класс е аудитори; дисплей класĕ (туп.). Студентсемпе заняти ирттерме филиалăн пĕр аудиторийĕнче видеокласс йĕркеленĕ. Х-р, 25.08.1998, 2 с.

видеоклип

ç.с. Пĕр-пĕр юрра тĕпе хурса (сăнарласа) телевиденипе кăтартма ӳкернĕ, реклама сĕмлĕ пĕчĕкçĕ видео-фильм. Çав таврари чăвашсем хастар юрăçăн Чĕмпĕр телевиде-нийĕ ӳкерсе хатĕрленĕ видеоклипĕсене... кăтартма ыйтаççĕ. Х-р, 9.10.1992, 4 с. Асра юлнă самантсем. Пĕлтĕр [манăн]... видеоклип тухни. Т-ш, 1999, 3 /, 8 с. Кунсăр пуçне вĕсен [«Альянс» ушкă-нăн] видеоклип пур. ÇХ, 1999, 8 /, 12 с.

видеоплейер

ç.с. Видеокассетăри (туп., 1) информацие телеэкранпа курма май паракан хатĕр; ансат видеомагнитофон. Кунтан вĕренсе тухнă А.Федотов шкула компьютер, В.Федотов — музыка центрĕ, ... Н.Шишкин — видеоплейер пачĕç. ÇЯ, 12.07.2000, 4 с. Кунтан [директор пӳлĕ-мĕнчен] «Орион» видеоплеер тата телефон аппарачĕ илсе тухса кайнă. Х-р, 21.10.2000, 4 с. Хăйне килĕшнĕ япаласене пĕр купана пухса хунă, видеоплеер, компакт-дисксем. Х-р, 13.04.2001, 2 с.

видеоплеер

ç.с. Видеокассетăри (туп., 1) информацие телеэкранпа курма май паракан хатĕр; ансат видеомагнитофон. Кунтан вĕренсе тухнă А.Федотов шкула компьютер, В.Федотов — музыка центрĕ, ... Н.Шишкин — видеоплейер пачĕç. ÇЯ, 12.07.2000, 4 с. Кунтан [директор пӳлĕ-мĕнчен] «Орион» видеоплеер тата телефон аппарачĕ илсе тухса кайнă. Х-р, 21.10.2000, 4 с. Хăйне килĕшнĕ япаласене пĕр купана пухса хунă, видеоплеер, компакт-дисксем. Х-р, 13.04.2001, 2 с.

видеотелефон

ç.с. Катари çынсене пĕр-пĕринпе çыхăнса калаçма тата телеэкранпа курма май паракан электроçыхăну хатĕрĕ. Унта сирĕн видеотелефон пур-и. Б.Чиндыков, 1987, 38 с. Темиçе кунран видеотелефонпа Вашингтонран Лондонпа ... çыхăнчĕç. Н.Максимов, 1988, 28 с. Копи тăвакан машинăна, компьютера, факс аппаратне, видеотелефона тата телевизора пĕрлештернĕ информаци центрĕсем пур çĕрте те сарăлĕç. Х-р, 17.09.1996, 3 с.

вулавăшçă

ç.с. Вулавăшра (библиотекăра) ĕçлекен çын; библиотекарь. Чăваш çыравçисемпе вулавăшçисен пĕр ушкăнĕпе авалхи ПăлхарЧăваш патшалăхĕ сарăлса выртнă сăваплă çĕрсене çитсе куртăмăр. А.Т.-Ыхра //Х-р, 1.12.1998, 3 с.

вылявçă

п.с. Вăйă вылякан, вăййа-вылява хутшăна-кан çын (е сăнар). Эс, шăпа, вылявçă мар-и. Кăмăлу хăш чух çемçе... Н.Теветкел, 1982, 64 с. Иккĕшĕ те [тренерсем] вылявçăсене пĕр-пĕрне ăнланса, ăспа выляма вĕрентеççĕ. ÇХ, 2001, 30 /, 5 с.

вырăслăх

1. Ç.п. Несĕлĕпе е чĕлхипе вырăс пулни. Поэтăмăр [Г.Айхи] пултарăвне хакланă май «чăвашлăх» е «вырăслăх» ыйтăвне хускатни усăсăр япала. Вĕсен хушшинче — пултарулăх ĕçне илес пулсан — чикĕ лартаймастăн. А.Хусанкай //Х-р, 10.09.1992, 5 с. Н.Ашмарин вырăслăхĕпе пире вĕçĕмсĕр сăмсаран чышнине тӳссе çитет! Э. Илле //Х-р, 2.08.2000, 2 с. 2. П.п. Вырăс хавалĕ, вырăс тĕнчи (чĕлхи, шухăшлавĕ, йăли-йĕрки, тĕнĕ т.ыт.те); вырăссен несĕллĕхĕ. Пĕр енчен [Г.Н.Волковăн «Пуш уйăхĕн вĕçĕнче» калавĕнче]чăвашлăхшăн тăрăшакансем..., тепĕр енчен — вырăслăхшăн тăрăшакансем. И.Кузнецов, 1977, 169 с. Ара, пĕтĕм информаци, хыпар вырăсла килнипе пĕтĕм тĕнче вырăслăхран çеç тăрать вĕсемшĕн. Ил.Ива-нов //Х-р, 8.10.1992, 2 с. Вырăсăн вырăслăх, чăвашăн — чăвашлăх пултăр. Х-р, 24.08.1993, 3 с. Ку, ун шучĕпе, чăвашлăх статусне чакарать, вырăслăхăнне ӳстерет. Х-р, 15.08.2000, 4 с.

геопатогенлă

геопатогенлă вырăн (геопатогенлă зона), ç.с. Сывлăхшăн сиенлĕ пайăркасем кăларакан лаптăк; ха-тарлă вырăн. Геопатогенлă зона выльăхсемшĕн те сиенлĕ. Çак зона çуртсене те, çул-йĕре те витĕм кӳнине тĕпчесе пĕлнĕ ĕнтĕ. Я-в, 1995, 9 /, 103 с. Халĕ çĕрĕн геопатогенлă вырăнсем пуррине пĕлмен çын çук та пулĕ. С-х, 2000, 35 /, 4 с. Хăш-пĕр вырăнсем ăнăçлă мар, урăхла ăна геопатогенлă зона теççĕ. КÇ, 2001, 33 /, 1 с.

гетеросексуаллă

ç.с. Арçынпа хĕрарăма (арлăх тĕлĕшĕнчен ăрасна çынсене) çыхăнтаракан ар хутшăнăвĕллĕ. Чир [СПИД] гомосексуалистсене те, гетеросексуаллă çынсене те уйăрмасть. ÇХ, 1998, 46 /, 5 с. Республикăра регистрациленĕ çынсенчен 15-шĕ гетеросексуаллă çыхăнусем урлă ВИЧ-инфекци ертни палăрнă. ÇХ, 2001, 14 /, 1 с. Гетеросексуаллă çыхăнусем урлă ВИЧ-инфекци ертнин 15 тĕслĕхне палăртнă. Ар, 2001, 15 /, 1 с. Мăрчак Кули гетеросексуаллă сăввисене пĕр кутамкка йăтса çӳрет. Ар, 2002, 23 /, 3 с.

гомосексуаллă

ç.с. Арçынпа арçын е хĕрарăмпа хĕрарăм хушшинчи ар хутшăнăвĕллĕ; гомосексуализм еккиллĕ. Дани — гомосексуаллă мăшăрсене официаллă йĕркепе пĕрлешме чăн малтан ирĕк панă çĕршыв. Х-р, 15.05.1997, 3 с. Хăш-пĕр йăхсенче гомосексуалла хутшăнупа айăплав вырăнне усă кураççĕ. Х-р, 9.07.1999, 3 с. Çак криминал ушкăнне... савăшу йăви тытакансене, гомосексуаллă проституцие явăçтаракансене кĕртмелле. Х-р, 13.10.2000, 3 с. — гомосексуаллă çынсем (Я-в, 1991, 2 /, 32 с.); гомосек-суаллă скандал (Ар, 2001, 34 /, 1 с.); гомосексуаллă çыхăнусем (Ар, 2001, 40 /, 3 с.).

гомосексуалла

ç.с. Арçынпа арçын е хĕрарăмпа хĕрарăм хушшинчи ар хутшăнăвĕллĕ; гомосексуализм еккиллĕ. Дани — гомосексуаллă мăшăрсене официаллă йĕркепе пĕрлешме чăн малтан ирĕк панă çĕршыв. Х-р, 15.05.1997, 3 с. Хăш-пĕр йăхсенче гомосексуалла хутшăнупа айăплав вырăнне усă кураççĕ. Х-р, 9.07.1999, 3 с. Çак криминал ушкăнне... савăшу йăви тытакансене, гомосексуаллă проституцие явăçтаракансене кĕртмелле. Х-р, 13.10.2000, 3 с. — гомосексуаллă çынсем (Я-в, 1991, 2 /, 32 с.); гомосек-суаллă скандал (Ар, 2001, 34 /, 1 с.); гомосексуаллă çыхăнусем (Ар, 2001, 40 /, 3 с.).

гороскоп

п.с., астрол. Çăлтăрсемпе планетăсен тӳпери майлашăвне кăтартакан, çынсен шăпине тата пулăмсен малашлăхне пĕлме пулăшакан ӳкерчĕк; астрологи таблици. Зюганов юлташ хăйне гороскоп мĕн суннине яланах пĕлсе тăрать. ÇХ, 1999, 3 /, 8 с. Гороскоп пĕр-пĕрне ăнланма пулăшĕ. Т-ш, 1999, 9 /, 12 с. Ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăм астролог патне пулас пепке гороскопне тутарма пынă. ÇХ, 2000, 27 /, 11 с. Ун чухне гороскопсем модăра та марччĕ. ÇХ, 2000, 37 /, 2 с. — эрнелĕх гороскоп (КЯ, 11.06.1991, 4 с.); Непал гороскопĕ (Т-ш, 27.02.1991, 7 с.); друидсен гороскопĕ (Я-в, 1991, 9 /, 28 с.).

графлăх

п.с. Америкăри (АПШри), Аслă Британири т.ыт. хăш-пĕр çĕршывсенчи территорипе администраци тытăмĕн пĕр пайĕ. Депутат ... американсен килĕсене кĕрсе курнă, штат-сенче, графлăхсенче сахал тупăш илекенсене социаллă хӳтлĕх панипе паллашнă. Х-р, 6.05.1996, 1 с. — Егоров, 1936, 124 с.

грейпфрут

п.с. Тропик çывăхĕнче ӳсекен цитрус йышши йывăçăн апельсинран йӳçекрех çимĕçĕ. Географи вĕренме халĕ шкула мар, пĕр-пĕр лавккана каймалла, ... кокос мăйăрĕсем Доминик утравĕнчен, грейпфрутИтали çимĕçĕ. Х-р, 12.02.1997, 1 с. Цитруссене, мандаринтан пуçласа грейпфрут таранах, ... кăмăллаççĕ. С-х, 2000, 6 /, 2 с. Ирхине çур грейпфрут çийĕр е 120 грамм грейпфрут сĕткенĕ ĕçĕр. С-х, 2000, 40 /, 4 с.

гуманитари

ç.с. 1. Халăхсен культурипе историне ăнлантаракан пĕлӳ; ăс-хакăл культури. МВТУ, Физтех пек аслă шкулсенче те гуманитари, искусство кафедрисем уçма пуçларĕç. ТА, 1989, 9 /, 57 с. Гуманитарие аван чухлакан ача... ХС, 1999, 16 /, 2 с. — гуманитари предмечĕсене вĕрентекенсем (КЯ, 24.02.1989, 4 с.); гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ (Х-р, 29.07.1998, 3 с.); гуманитари университечĕ (Х-р, 25.08.1998, 2 с.); гуманитари вĕрентĕвĕ, гуманитари пĕлĕвĕ (ХШ, 1999, 2 /, 55—56 с.); гуманитари класĕ (ÇХ, 1999, 12 /, 12 с.); гуманитари факультечĕсем (ХШ, 1999, 4—5 /, 120 с.); гуманитари дисциплинисем (Я-в, 2000, 5 /, 54 с.). 2. Çынлăх, чунлăх, ыркăмăллăх (туп.). Унта [конгреса] хутшăннисем çарпа политика, экономикăпа гуманитари ыйтăвĕсене сӳтсе явнă. Х-р, 10.09.1992, 2 с. Кунта кăшт леш... гуманитари пулăшăвĕ текеннине параймĕç-ши. Я-в, 1995, 10 /, 110 с. Гуманитари пулăшăвĕпе Чечен çĕрне çитсен пирĕн машина патне пĕр салтак чупса килчĕ. ÇХ, 1998, 45 /, 5 с. 3. Халăхсен историйĕпе культурине (чĕлхине, сăмахлăхне, философине т.ыт.) тĕпчекен-вĕренекен çын. Ăна сутса пуйăпăр, вара гуманитарисене словарь çырса кăларма укçа хывăпăр. Х-р, 30.04.1992, 3 с. Манăн вăтам тата аслă шкулта вĕрентекен гуманитарисене ăнланмалла сăмахсар курас килет. Х-р, 16.05.2002, 3 с.

декларациле

ç.с. Декларацие кĕрт; пурлăх-тупăш пирки — налук службине, чикĕ урлă каçаракан тупра пирки таможньăна евитле. Шалти ĕçсен министерствинче ĕçлекен кашни сотрудникăн тупăша, çурт-йĕре, ... хаклă хутсене декларациле-мелли йĕрке туса хутăмăр. Ч-х, 1999, 14 /, 3 с. Пĕр çын деклара-цилемен валютăна чикĕ леш енне илсе каçма тăнă. ÇХ, 1999, 42 /, 8 с.

десантçă

ç.с. Десант çарĕн салтакĕ; десантник. Эй, десантçă, теççĕ. Хăçанччен килте пулан. Ю.Сементер, 1987, 18 с. Çӳлте вĕçет ват çыннăн чунĕ, десантçă, летчик — пĕр йăхра. А.Т.-Ыхра, 1998, 4 с.

дилер

ç.с., экон. Тавар (е хаклă хутсем) туянса хăй тĕллĕн сутă тăвакан, хаксен ăрасналăхĕнчен услам илекен çын е фирма; сутуçă. Дилерăн брокер пек ĕçлеме те май пур. Ç-т, 1992, 6 /, 24 с. «Хавхалану» юлташлăх — Тутаеври мотор завочĕн официаллă дилерĕ. Х-р, 29.10.1993, 4 с. Çĕнĕ тата питĕ кирлĕ «маркетинг», «лизинг», «дилер тытăмĕ» ... ăнлавсене пĕр хăрамасăр хăнăхмалла. ÇХ, 1997, 49 /, 1 с. — промышленность-дилер предприятийĕ (Х-р, 14.10.1992, 2 с.); дилер станцийĕ (Х-р, 20.09.2003, 2 с.).

дирол

ç.с. Чăмламалли резинка (чăмлак-кавлек) тĕсĕ. Тĕрлĕ стиморолсемпе диролсене мĕн чухлĕ чăмланăçакна тĕп-тĕрĕс калаймастпăр та. ÇХ, 1998, 25 /, 4 с. Çăвартан ырă мар шăршă кĕрсен дирол е стиморол чăмлама кирлĕ мар, пĕр стакан сĕт кăна ирттерсе ярĕ. Х-р, 4.08.2000, 3 с. Апат хыççăн кунне 3—4 хутран ытла мар лайăх пахалăхлă чăмлак (орбит, дирол, стиморол пеккисене) чăмлани шăл кариесĕпе чирлессинчен хӳтĕлет. С-х, 2000, 14 /, 4 с.

дискотека

п.с. Çамрăксем ятарлă вырăна пухăнса, кĕвĕ ярса ташлани; ташă каçĕ. Вокалпа инструментсен ансамблĕсемпе дискотекăсем пирки те каласа хăварас килет //Я-в, 1985, 1 /, 2 с. В. Станьял тĕрлĕ мероприятисем сĕнет, ... вĕрентӳрен пуçласа юрă-ташă, дискотека, фестивальсем таранах. Х-р, 10.12.1996, 3 с. Кашни кунах, хĕрпе каччă пек, клуба, дискотекăсене каяттăмăрччĕ. Вăл дискотекăна ертсе пыратчĕ. ÇХ, 1999, 3 /, 10 с. Çур çĕр иртни пĕр сехетченех шавласа кĕрлет дискотека. ПÇ, 2.09.2000, 4 с. — шавлă дискотека (ÇХ, 1997, 50 /, 8 с.); чăваш дискотеки (К-н, 2001, 20 /, 8 с.); — дискотека ирттер (ÇХ, 1998, 46 /, 5 с.); дискотекăра паллаш (ÇХ, 1998, 47 /, 8 с.); дискотекăна чĕн (ТА, 2002, 5 /, 16 с.).

догмăла

ç.с. Пĕр-пĕр вĕрентĕве улшăнми чăнлăх пек йышăн, догма туса хур. Большевиксен партийĕнчи тĕрлĕ фракцисемпе платформăсем, юхăмсемпе ушкăнсеммарксизма догмăличченхи яр-уçă чăнлăх. А.Леонтьев //П-н, 1990, 2 /, 13 с.

дудаевец

ç.с. 1991—1996 çулсенче Ичкери-Чечня Республикин президенчĕ пулнă Джохар Дудаев сепаратистпа пĕр шухăшлă çын; чечен боевикĕ (туп., 2). Вырăнта пурăна-кансем дудаевецсене парăнма тата мирлĕ ĕçе тытăнма ... ыйтнă. Х-р, 29.02.1996, 1 с. Дудаевецсен аллине хĕç-пăшал, çар техники мĕнле майпа лекнĕ. ÇХ, 1999, 41 /, 5 с.

душман

п.с. 1979—1989 çулсенче Афганистанра совет салтакĕсене хирĕç çапăçнă çар çынни е партизан; моджахед (туп.). Ан таврăнайтăр тесе, душмансем тем пек тăрăшрĕç те... Ю.Силэм, 1989, 90 с. «Душман» манерлĕ ят. ТА, 1991, 9 /, 38 с. Душман тăшман... пĕр пек янăравлă илтĕнет. Б.Борлен // Х-р, 30.06.1993, 6 с. Ханабад хули çывăхĕнче душмансем алхаснă. ÇХ, 1997, 52 /, 5 с; — афган душманĕсем (ÇХ, 2001, 49 /, 5 с.); — душман речĕ (Я-в, 2002, 9 /, 77 с.).~~

евро

ç.с. Европа Союзĕн пĕрлехи валюти. Европа типографи фирмисем 2002 çулхи кăрлач уйăхĕнчен евро укçана хута ярассишĕн тăрăшаççĕ. Х-р, 18.08.2000, 3 с. 2002 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче еврозонăри 12 çĕршывра евро пĕртен-пĕр тӳлев хатĕрĕ пулса тăрать. Х-р, 14.09.2001, 3 с. Евро çине куçнă [Пуçелĕк]. Х-р, 19.02.2002, 2 с. — евро тӳле (Х-р, 7.08.2003, 3 с.).

ельцинист

ç.с., тирк. Б.Н.Ельцинпа пĕр шухăшлă, ун политикине майлă çын. Енчен те эсĕ коммунистсемшĕн сасăламасăр килĕнте ларсан, Патшалăх Думине каллех ельцинистсем килĕç. Ч-х, 1999, 27 /, 3 с. Çак уяв [Октябрь уявĕ] ельцинистсем Выборгри целлюлозăпа хут комбиначĕн рабочийĕсене пенипе пĕр вăхăта килнишĕн хурланнине пĕлтеретпĕр. Ч-х, 1999, 28 /, 1 с.

ен

ç.п. Хут листин пĕр айкки; страница. Н.И.Ашмарин словарĕнче те пур ку сăмах, 9 том, 136 ен. Н.Егоров //Х-р, 3.10.1996, 3 с. «Чувашский рассказ» кĕнекери 15-мĕш ене пăхăр. В.Станьял //Х-р, 13.02.1997, 4 с. Мари Эл тĕп архивĕ..., 174 ĕç, 2 ен. ЧЛК, 1998, 7 с. — танл., хутьен «страница» (Г.Айхи, 1988, 5 с.; Х-р, 5.01.1993, 3 с.).

ентешлĕх

п.с. Çуралнă вырăнтан аякра пурăнакан ентешсен пĕрлĕхĕ; çĕртешлĕх. Чылай сӳтсе явнă хыççăн «ентешлĕх» тумалли шухăшпа тăваттăш те килĕшрĕç. П.Осипов, 1971, 345 с. Ентешлĕхсем, общинăсем хулара [Питĕрте] йĕркеленсе, чăмăртанса пынă тапхăр. Х-р, 6.09.1996, 3 с. Тав, ентешлĕх! Эс пире чĕнсе пухрăн пĕр çĕре. Ç-т, 1998, 2 /, 8 с. «Шупашкар таврашĕ» ентешлĕхĕн ĕç планĕнче ... çул-йĕр музейне уçасси тăрать. ЧЕ, 1999, 8 /, 5 с. — ентешлĕх туйăмĕ (Х-р, 10.10.1992, 2 с.); ентешлĕх тымарĕ (Х-р, 28.02.1997, 4 с.); — чăваш студенчĕсен ентешлĕхĕ (Я-в, 1990, 6 /, 13 с.); ял ентешлĕхĕ (ХС, 1999, 13 /, 3 с.); Вăрнар районĕн Шупашкарти ентешлĕхĕ (Т-ш, 1998, 13 /, 9 с.); Шупашкарти Трак ентешлĕхĕ (ХС, 1999, 1 /, 2 с.).

засыпушка

п.с. Хулари çырма-çатраллă вырăнта васкавлă туса лартнă нишлĕ пӳрт-çурт. Казаков, çĕнĕ хваттере куçас вырăнне, ... кивĕ кил вырăнĕнчех çĕнĕ пӳрт туса лартрĕ. Засыпушка тенине. К-н, 1979, 13 /, 2 с. Засыпушкăсем умĕнчи çӳп-çапа тасатас пирки пĕрре кăна мар ... систернĕ. К-н, 1987, 13 /, 3 с. Шупашкарти Путепроводная урамри А.-сен «засыпушки» вара пĕтĕмпех çунса кайнă. Х-р, 13.02.1996, 1 с. Пĕрин кермен те легковушка, тепринпĕртен-пĕр засыпушка. Х-р, 18.03.1998, 3 с. — засыпушкăра пурăн (ХК, 2000, 3 /, 14 с.; Х-р, 24.10.2000, 2 с.; Ар, 2001, 6 /, 1 с.); «засыпушкăсен хули» (Х-р, 8.10.1999, 1 с.); — илемсĕр засыпушкăсем (Х-р, 13.07.2002, 2 с.).

икĕçуллăх

ç.с. Пĕр-пĕр пулăмпа çыхăннă икĕ çулталăка пĕрлештерекен тапхăр. И.Я.Яковлевăн икĕçуллăхне кашни чăвашăн хутшăнмалла. Х-р, 10.12.1996, 3 с.

икчĕлхелĕх

ç.с. Икĕ чĕлхе килĕшӳлĕхĕ (икĕ чĕлхепе тухăçлă усă курни, икĕ чĕлхе вĕренни т.ыт.те). Икчĕлхелĕхе, урăхла каласан, вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхине вĕрентессине пĕр енлĕ ăнланнă. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Республикăри хаçат-журналсенче наци историйĕн ыйтăвĕсемпе икчĕлхелĕх ... çинчен уçăмлă калаçусем пуçланчĕç. КЯ, 24.05.1989, 4 с. Икчĕлхелĕх вăл — вырăс чăваш чĕлхине патшалăх чĕлхи вырăнне хурса хисеплени, чăвашвырăсăнне. Х-р. 8.10.1992, 2 с. Чĕлхе саккунне йышăннă чухнех калаттăмăр, икĕчĕлхелĕх пĕр енлĕ мар, икĕ енлĕ пулмалла. ÇХ, 15.05.1998, 5 с. — икчĕлхелĕх тапхăрĕ (КЯ, 15.05.1988, 4 с.); икĕчĕлхелĕх самани (Я-в, 1991, 25 с.); — наци-вырăс икчĕлхелĕхĕ (КЯ, 15.12.1988, 3 с.);

икĕчĕлхелĕх

ç.с. Икĕ чĕлхе килĕшӳлĕхĕ (икĕ чĕлхепе тухăçлă усă курни, икĕ чĕлхе вĕренни т.ыт.те). Икчĕлхелĕхе, урăхла каласан, вырăс чĕлхипе чăваш чĕлхине вĕрентессине пĕр енлĕ ăнланнă. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Республикăри хаçат-журналсенче наци историйĕн ыйтăвĕсемпе икчĕлхелĕх ... çинчен уçăмлă калаçусем пуçланчĕç. КЯ, 24.05.1989, 4 с. Икчĕлхелĕх вăл — вырăс чăваш чĕлхине патшалăх чĕлхи вырăнне хурса хисеплени, чăвашвырăсăнне. Х-р. 8.10.1992, 2 с. Чĕлхе саккунне йышăннă чухнех калаттăмăр, икĕчĕлхелĕх пĕр енлĕ мар, икĕ енлĕ пулмалла. ÇХ, 15.05.1998, 5 с. — икчĕлхелĕх тапхăрĕ (КЯ, 15.05.1988, 4 с.); икĕчĕлхелĕх самани (Я-в, 1991, 25 с.); — наци-вырăс икчĕлхелĕхĕ (КЯ, 15.12.1988, 3 с.);

илемçĕ

п.с. Илем ăсти, ӳнер (туп.) çынни; художник. Эсĕ, халăхăм, эсĕ чĕлхеçĕ. Шухăшлавçă, илемçĕ — эсех! П.Ху-санкай, 1982, 342 с. Палăк умĕнче (авторĕ — А.Розов илемçĕ) пĕр хушă пуçа тайса тăратпăр. А.Т.-Ыхра, 2000, 39 с.

имидж

ç.с. Пĕр-пĕр çыннăн, йышăн, вырăнăн т.ыт. халăх ăс-тăнĕнче (хăй тĕллĕн е ятарлă витĕмпе) ӳкерĕннĕ пайăр сăн-сăпачĕ. Унăн [совет халăхĕн] имиджĕ валли пур атрибута та хатĕрлесе çитернĕччĕ... Х-р, 3.10.1992, 2 с. Политикăра «вилес мар» тесен яланах сăнарнаимиджнаçĕнетсе тăмалла. ÇХ, 1997, 28 /, 2 с. Асăннă преступлени Чăваш Республикин имиджне, лăпкă регионăн ятне самаях хавшатрĕ. ÇХ, 2000, 39 /, 3 с. Санăн имидж пулсан, эс сцена çине тухсанах шăпăрр! алă çупĕç. Ар, 2001, 9 /, 2 с. — политикăн имиджĕ (ÇХ, 1997, 28 /, 2 с.); çĕнĕ имидж (ÇХ, 1999, 1 /, 5 с.); интереслĕ имидж (ÇХ, 1999, 8 /, 8 с.); — имиджа улăштар (ÇХ, 2001, 47 /, 10 с.; ÇХ, 2002, 23 /, 8 с.).

инвестици

п.с., экон. Пĕр-пĕр ĕçе, предприятие е экономика сыпăкне аталантарма чылайлăха хывакан капитал. Социализмлă çĕршывсен инвестици банкĕ — чи пысăк капиталлă экономика организацийĕ. КЯ, 8.02. 1973, 4 с. Инвестици фончĕ вăл финанс учрежденийĕ, халăх ăна хăйĕн приватизаци чекĕсене тата укçа-тенкине усă курмашкăн шанса парать. Х-р, 24.09.1992, 2 с. Налук политики таварсем туса кăларассине, инвестицисене ӳстерме хавхалантарĕ. Х-р, 22.01.1994, 2 с. — инвестиципе коммерци корпорацийĕ (Х-р, 8.04.1993, 4 с.); инвестици кредичĕ (Х-р, 28.10.1997, 2 с.); инвестици капиталĕ (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); инвестици программи (Ч-х, 1999, 14 /, 1 с.); инвестици конкурсĕ (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.); инвестици çанталăкĕ (Х-р, 16.03.2000, 1 с.); инвестици рейтингĕ (ÇХ, 28.09.2001, 1 с.); инвестици канашĕ (Х-р, 10.10.2001, 1 с.); — инвестици хыв (ХС, 1999, 24 /, 1 с.; Ар, 2001, 6 /, 1 с.); инвестицисем уйăр (Х-р, 19.09.1996, 2 с.); инвестицисене явăçтар (ЧÇ-й, 2001, 2 /, 1 с.); — ют çĕршыв инвестицийĕсем (Х-р, 27.02.1997, 2 с.); — ВЧС, 1971, 254 с.; ВЧС, 1951, 222 с.

интернаци

ç.с. Тĕрлĕ халăх çыннисен çыхăнăвĕ. Мăшăрăм — вырăс хĕрарăмĕ... Пĕр сăмахпа, пирĕн интернаци çемйи. Х-р, 21.07.1992, 2 с. Интернаци экипажĕ вĕçеве хатĕрленет [Пуçелĕк]. Х-р, 25.04.2002, 2 с.

интимлă

1. Ç.п. Арлăх хутшăнăвĕпе çыхăннă; савăшуллă. Интимлă япала вăл пĕр-пĕрне юратакан мăшăр хушшинчи вăрттăнлăх пулмалла-çке. Х-р, 27.10.1992, 3 с. Анчах Раиса Васильевна интимлă ĕç-пуç пуçланасса кĕтсе илеймен. ÇХ, 30.04.1998, 2 с. Ача çуратиччен упăшкипе... интимлă пурнăçпа пурăннă. ÇХ, 1999, 10 /, 5 с. Ăнсăртран пулакан интимлă çыхăнусемвенери чирĕсемпе чирлессин чи анлă сарăлнă сăлтавĕ. С-х, 2000, 11 /, 4 с. — интимлă тема (Х-р, 17.06.1993, 4 с.; ÇХ, 2000, 34 /, 12 с.); интимлă тивĕç (ÇХ, 2000, 38 /, 8 с.); интимлă хутшăну (ÇХ, 2003, 2 /, 13 с.). 2. П.п. Вăрттăн, çепĕç, евĕклĕ. Интимлă çырусен минретĕвĕ [Пуçелĕк]. Х-р, 17.06.1993, 4 с. Пӳлĕмре çуртасем çунаççĕ. Интимлă лару-тăру. ÇХ, 1998, 1 /, 5 с. Çут çанталăкпа темле интимлă çыхăнăва кĕретĕн. Ар, 2001, 3 /, 2 с. — интимлă ен, интимлă тĕнче (ЧЛ, 1994, 11 кл., 192 с., 204 с.). — ВЧС, 1971, 258 с.; ВЧС, 1951, 225 с.

интимлăх

п.с. Ачашлăх, çепĕçлĕх, ынатлăх. Шопен кĕввинчи интимлăх Чайковский лиризмĕпе пĕтĕçме пултарас пек. Г.Федоров //Э-и, 1992, 11 /, 7 с. Р.Сарпи ... лирикинче пĕр харăсах гражданлăх тата интимлăх кĕввисем янăраççĕ. ЧЛ, 1994, 11 кл., 211 с. — ВЧС, 1971, 258 с.; ВЧС, 1951, 225 с.

ипотека

ç.с., экон., фин. Куçман пурлăха саклата хывса чылайлăха кивçен илни. Çĕнĕ тата питĕ кирлĕ «маркетинг», «ипотека», «лизинг» ... ăнлавсене пĕр хăрамасăр хăнăхмалла. ÇХ, 1997, 49 /, 1 с. Ипотека хваттерсен черетне самаях чакарма анлă çул уçса парĕ. Х-р, 13.05.2000, 2 с. Тăваттăмĕш черечĕ — субсиди тата ипотека кредичĕ илекенсем валли. ÇХ, 2000, 5 /, 3 с. Пурăнмалли çурт-йĕр тăвас çĕрте пĕтĕм тĕнчере ипотека мелĕпе усă кураççĕ. Х-р, 21.10.2000, 1 с.

иртнĕлĕх

ç.с. Пулни-иртни, иртсе кайни; иртнĕ пурнăç, иртнĕ вăхăт. Ыран хальхи вăхăт иртнĕлĕхе куçать, пуласлăх хальхи вăхăт пулса тăрать. Кришна вĕрентĕвĕ, 1995, 61 с. Иртнĕлĕхпе, ачалăхпа пуян эп... Иртнĕлĕхĕн пĕр пайĕ... М.Карягина //ÇХ, 1999, 9 /, 12 с.

исламизм

ç.с. Пĕтĕм тĕнчери мăсăльмансене пĕр чăмăра (халифата) пĕрлештерме, ислам витĕмне вăйлатма тăрмашакан политикăпа тĕн юхăмĕ; панисламизм. Рим папи экстремистла исламизма хытă критикленĕ. Х-р, 23.01.1996, 3 с. Ассамблейăн [Тĕрĕк халăхĕсен ассамблейин] тĕллевĕсем нихăçан та «пан-тюркизм», «исламизм» ăнлавсемпе çыхăнса тăман. Х-р, 15.09.2001, 2 с.

йăхташ

ç.с. 1. Тепринпе (е ыттисемпе) пĕр халăх йышне кĕрекен çын; ăруташлă çын. Йăхташăмăр тĕнче уçлăхне çĕкленчĕ. Я-в, 1990, 6 /, 3 с. Чăн чăвашлăха республика тулашĕнче пурăнакан йăхташăмăрсем упраççĕ. ЧТ, 1998, 5 /, 2 с. Урбино тухтăр ... хăйĕн йăхташĕсен чунĕ хытса мăкланнине хирĕç кĕре-шет. Ă-л, 1998, 4 /, 10 с. Кайнисенейăхташ хисепĕ, килессине — çемçе минтер. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 20 с. — тĕнче тăрăх сапаланнă йăхташăмăрсем, чăвашла пĕлмен йăхташăмăрсем (ÇХ, 1998, 5 /, 1 с.); мухтавлă йăхташăмăрсем (Х-р, 18.09.2001, 3 с.); —йăхташсен йыхравĕ (УС, 1999, 46—47 /, 7 с.); йăхташăмăрсен пурнăçĕ (ÇХ, 2000, 27 /, 4 с.); йăхташăмăрсен историйĕ (Х-р, 30.11.2000, 3 с.). 2. Тепринпе пĕр йышши чĕрчун. Выçă кашкăрсем вара юн шăршипе юнăхса, йăхташне [текстра, йăхтешне] çурсах тăкаççĕ. В.Эктел, 1996, 93 с. [Вĕршĕн] хăйĕн йăхташĕсемпе пĕрле каллех чăрлатса вĕçме тытăнать. А.Т.-Ыхра, 2000, 26 с.

йĕркелӳ

п.с. Пĕр-пĕр пулăма пуçарни, никĕслени; ĕç-пуçа майласа-йĕркелесе пыни. Кăçал иртнĕ йĕркелӳ сpездĕнче парти ... уставĕпе программине йышăннă. Х-р, 24.08.1993, 3 с. Йĕркелӳ ыйтăвĕсене татса паратпăр. Х-р, 19.01.1999, 1 с. — йĕркелӳ комитечĕ (Д.Гордеев //КЯ, 14.12.1989, 4 с.; УС, 10.04.1998, 1 с.; Т-ш, 1999, 11 /, 1 с.); семинарăн йĕркелӳ комитечĕ (Х-р, 4.08.1993, 1 с.); йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ (ÇХ, 23.10.1998, 1 с.); — йĕркелӳ ĕçĕ (Х-р, 27.06.1992, 1 с.); йĕркелӳ комиссийĕ (Х-р, 17.09.1996, 4 с.); йĕркелӳ докуменчĕсем (Х-р, 27.02.1997, 2 с.); йĕркелӳ пухăвĕ (ÇХ, 1997, 46 /, 8 с.); йĕркелӳ конференцийĕ (Т-ш, 1998, 12 /, 1 с.); йĕркелӳ-тĕрĕслев управ-ленийĕ (Х-р, 6.03.1998, 2 с.); йĕркелӳ пайĕ (ÇХ, 1998, 44 /, 3 с.); йĕркелӳ ушкăнĕ (Х-р, 17.03.2000, 4 с.); — Егоров, 1936, 186 с.; Ашмарин, V, 147 с.

йӳркĕн

п.с. Куçса çӳрекен, пĕр вырăнта тĕпленсе пурăнман (халăх, йăх). Чăваш халăхĕ вырăнта пурăннă финн-угр йăхĕсемпе ютран килнĕ йӳркĕн тĕрĕк халăхĕсем хутшăннипе пулса кайнă. XШ, 2000, 4 /, 106 с. Тата куян чупса çӳрет унтапур йӳркĕн йăх пекех ăратлă. А.Т.-Ыхра, 2001, 67 с. — йӳркĕн халăх (Х-р, 21.11.1991).

йытă

1. Ç.п., астрол. Хĕвелтухăç йăлипе çулталăксен ыл-машăвне кăтартакан вуникĕ паллăран вунпĕрмĕшĕ. Хăш-пĕр çĕршыв-сен календарĕсенче кашни çулталăка выльăх-чĕрлĕх тата тискер кайăк ятне панă, ... Упăте, Автан, Йытă, Сысна. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Ман тусăмЙытă çулĕнче çуралнă Арăслан. Т-ш, 1994, 27 /, 8 с. 2. Ç.п., астрол. Çак чĕрчунпа палăртакан çулталăкра çуралнă çын. Йыттăн хăйне çăмăлрах тытма, шӳтлеме вĕренмелле. Т-ш, 13.02.1991, 8 с. Йытă, Тигр пекех шанăçне çухатнăскер, малалла вăрттăн кĕрешет. Х-р, 31.12.1992, 3 с. Йытăсем çĕнĕ юлташсем тупĕç. ÇХ, 1998, 52 /, 7 с.

кофе арманĕ

ç.я. Кофе тавраш авăртмалли кил-тĕрĕш хатĕрĕ. Кофе арманĕ е кофе авăртмалли ... тени те пур. Т-ш, 12.02.1992. Коллективăн «трофейисем» [лотерейăпа выляса илнĕ хатĕрсем] начар мар, виçĕ радиоприемник, кроссовка, кофе арманĕ... Х-р, 6.02.1993, 2 с. Тулă, урпа, сĕлĕ кĕрписене пĕр пек шайпа илсе кофе арманĕпе авăртмалла. С-х, 1999, 26 /, 1 с.

калăплăх

п.с. Çирĕплетнĕ тĕслĕх, çирĕпленнĕ ĕлке; стандарт, шаблон. Суя йăпанупа пĕр хăнăхнă калăплăх виçисенчен хăтăлма кирлине ... вăл мăраннăн «чухласа-ăнланса» илчĕ. П.Львов //Я-в, 1991, 12 /, 24 с.

канашлуçă

ç.с. Канашлăва хутшăнакан çын. Хăш-пĕр канашлуçăсем те кăмăллăн хускалкаласа илчĕç. Х-р, 14.03.1997, 3 с.

канихвет

п.в. Пылак çимĕç тĕсĕ; канфет. Пырса хурать минтер айне е канхветне, е шăккăлатне. М.Ставский //К-ш, 7.04.1990, 4 с. Тяпкин пĕр хутаç канхвет илсе килсе [пĕчĕк артистсене] парнелерĕ. Х-р, 25.02.1997, 1 с. Дипломатĕнчен шампань эрех, пĕр курупка канихвет кăларса сĕтел çине хучĕ. Х-р, 7.02.1997, 4 с. Мăшăрлă пулăр тесе икшер канихвет çитерчĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. — канхвет-премĕк (Я-в, 1991, 6 /, 32 с.); канихвет-пĕремĕк (ХС, 1999, 1 /, 2 с.); кăнахвет-премĕк (Ç-т, 1999, 1—2 /, 51 с.); канихвет-ирис (В.Эктел, 1996, 32 с.); — канихвет курупки (ÇХ, 1999, 6 /, 4 с.); канихвет хучĕ (Х-р, 27.11.2001, 3 с.); кăнахвит çи (ТА, 2002, 5 /, 16 с.); — тутлă канихвет (ÇХ, 1999, 11 /, 11 с.).

канхвет

п.в. Пылак çимĕç тĕсĕ; канфет. Пырса хурать минтер айне е канхветне, е шăккăлатне. М.Ставский //К-ш, 7.04.1990, 4 с. Тяпкин пĕр хутаç канхвет илсе килсе [пĕчĕк артистсене] парнелерĕ. Х-р, 25.02.1997, 1 с. Дипломатĕнчен шампань эрех, пĕр курупка канихвет кăларса сĕтел çине хучĕ. Х-р, 7.02.1997, 4 с. Мăшăрлă пулăр тесе икшер канихвет çитерчĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. — канхвет-премĕк (Я-в, 1991, 6 /, 32 с.); канихвет-пĕремĕк (ХС, 1999, 1 /, 2 с.); кăнахвет-премĕк (Ç-т, 1999, 1—2 /, 51 с.); канихвет-ирис (В.Эктел, 1996, 32 с.); — канихвет курупки (ÇХ, 1999, 6 /, 4 с.); канихвет хучĕ (Х-р, 27.11.2001, 3 с.); кăнахвит çи (ТА, 2002, 5 /, 16 с.); — тутлă канихвет (ÇХ, 1999, 11 /, 11 с.).

кăнахвет

п.в. Пылак çимĕç тĕсĕ; канфет. Пырса хурать минтер айне е канхветне, е шăккăлатне. М.Ставский //К-ш, 7.04.1990, 4 с. Тяпкин пĕр хутаç канхвет илсе килсе [пĕчĕк артистсене] парнелерĕ. Х-р, 25.02.1997, 1 с. Дипломатĕнчен шампань эрех, пĕр курупка канихвет кăларса сĕтел çине хучĕ. Х-р, 7.02.1997, 4 с. Мăшăрлă пулăр тесе икшер канихвет çитерчĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. — канхвет-премĕк (Я-в, 1991, 6 /, 32 с.); канихвет-пĕремĕк (ХС, 1999, 1 /, 2 с.); кăнахвет-премĕк (Ç-т, 1999, 1—2 /, 51 с.); канихвет-ирис (В.Эктел, 1996, 32 с.); — канихвет курупки (ÇХ, 1999, 6 /, 4 с.); канихвет хучĕ (Х-р, 27.11.2001, 3 с.); кăнахвит çи (ТА, 2002, 5 /, 16 с.); — тутлă канихвет (ÇХ, 1999, 11 /, 11 с.).

кăнахвит

п.в. Пылак çимĕç тĕсĕ; канфет. Пырса хурать минтер айне е канхветне, е шăккăлатне. М.Ставский //К-ш, 7.04.1990, 4 с. Тяпкин пĕр хутаç канхвет илсе килсе [пĕчĕк артистсене] парнелерĕ. Х-р, 25.02.1997, 1 с. Дипломатĕнчен шампань эрех, пĕр курупка канихвет кăларса сĕтел çине хучĕ. Х-р, 7.02.1997, 4 с. Мăшăрлă пулăр тесе икшер канихвет çитерчĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 4 с. — канхвет-премĕк (Я-в, 1991, 6 /, 32 с.); канихвет-пĕремĕк (ХС, 1999, 1 /, 2 с.); кăнахвет-премĕк (Ç-т, 1999, 1—2 /, 51 с.); канихвет-ирис (В.Эктел, 1996, 32 с.); — канихвет курупки (ÇХ, 1999, 6 /, 4 с.); канихвет хучĕ (Х-р, 27.11.2001, 3 с.); кăнахвит çи (ТА, 2002, 5 /, 16 с.); — тутлă канихвет (ÇХ, 1999, 11 /, 11 с.).

кăларăм

ç.п. Радиопа паракан е телевиденипе кăтар-такан пĕр-пĕр программа; передача. Хамăр та пĕчĕк чухне «Спо-койной ночи, малыши» передачăна еплерех кĕтеттĕмĕр те. Ун чухне чăвашла тухакан унашкал кăларăм çукчĕ. ÇХ, 1999, 9 /, 12 с. «Ăраскал»наци кăларăмĕ [Пуçелĕк]. ÇХ, 1999, 29 /, 1 с. Миçе çул ĕнтĕ [Г.Вастрюкова] ача-пăча передачисен редакцине ертсе пырать. Вăл хатĕрлекен «Шăнкăрав» кăларăма итленĕ хыççăн чун çемçелет. Т-ш, 1999, 10 /, 1 с. — радио кăларăмĕсем (Д.Гордеев //В-х, 8.07.1991, 12 с.); — кăларăм хатĕрле, кăларăм пăх (Х-р, 21.08.1998, 1 с.); кăларăма хутшăн (ÇХ, 1999, 2 /, 12 с.).

кăсăклану

ç.с. Мĕн патне те пулин чун туртни, алă выртни; интерес, ăнтăлу. «Карăшра» ытларах орнитологсем. Çамрăк вĕренекенсем çак кăсăкланăва ачаранах алла илеççĕ темелле-и. Х-р, 28.09.1996, 3 с. Кăсăкланăвĕ питĕ пысăкран Леонид иккĕмĕш çул ĕнтĕ пурсуй йытăсен ăмăрту куравне йĕр-келет. ÇХ, 1998, 45 /, 2 с. Ку арçыншăн халь пурнăç йăлт ар-каннăн туйăнать. Уншăн нимле кăсăклану та юлман. ÇХ, 2000, 14 /, 8 с. Пĕр-пĕр кăсăклану пулмаллах. ÇХ, 2000, 37 /, 9 с.

кăтартмăш

п.с. Пĕр-пĕр ыйтупа çыхăннă япаласене е пулăмсене кĕнекере кĕскен асăнса тухни; указатель. Юмах сюжечĕсен кăтартмăшĕнче (указателĕнче) ... 449 сюжет шутланать. ЧХС, 1973, 1 т., 9 с. Ку кăтартмăша Чăваш Республикин кĕнеке палатинчи картотекăра упранакан хыпарсем тăрăх хатĕрленĕ. ЧЛК, 1998, 45 с. В.Г. Егоровăн «Чăваш чĕлхи çинчен çырнă ĕçсен кăтартмăшĕ» ... те интереслĕ. Н.Егоров // ХШ, 2000, 4 /, 102 с. Ухсай Яккăвĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕ (çулсен кăтартмăшĕ). В.Станьял, 2001, 62 с. — чăвашла-вырăсла кăтартмăшсем (Х-р, 13.02.1997, 3 с.)

кетчуп

ç.с. Техĕмлетнĕ томат соусĕ. Сыпă хытă ан ыраттăр тесен ирсерен пĕр чей кашăкĕ горчица е кетчуп çийĕр. С-х, 1999, 1 /, 1 с. Санкт-Петербургри «Çăлкуç» предприяти хатĕрлекен «Старпом» кетчупа ... сутма чарнă. Х-р, 16.08.2000, 3 с. Кетчуп хатĕрлеме ... помидор, симĕс пан улми, сухан илмелле. Т-ш, 2001, 34 /, 12 с.

кĕлентĕрле

п.с. Тепĕр çынна хулран çавăрса тыт; хулран çавтăн. Хăрах аллине кĕлентĕрленĕ, тепринпе çăмламас йытта çавăтнă. К-н, 1982, 2 /, 4 с. Пĕр хушă хулран-хул кĕ-лентĕрлесех хăнаран хăнана çӳрерĕç. А.Аслут //Я-в, 2000, 12 /, 40 с.

кĕнекеле

ç.с. Хут листисене хуплашка хурса пĕр-лештер; кĕнеке пек ту. Акă вăтам шкулта çырнисем ... кĕнекелесех тунă, ум сăмахне те çырнă. В.Станьял //ТА, 1998, 1 /, 21 с. Сăвăсене кĕнекелесе яра-яра патăм. Х-р, 18.06.2002, 3 с.

кĕртĕш

п.с. Хĕрарăмăн арлăх органĕ; пĕтĕçӳ (туп.) ăшлăхĕ, амалăх умĕ. Кĕртĕш вăл хупăшу хатĕрĕ те, çав вăхăтрах ĕрчев хатĕрĕ те (çуралу çулĕн пĕр сыпăкĕ). А-и, 1991, 21 /, 5 с. [Ку мелте] арлăх хатĕрĕсен пĕрлешĕвĕ тарăнах мар, тĕрткĕш кĕртĕшĕн мал хĕррине кĕре-кĕре тухать. А-и, 1992, 22 /, 5 с.

киви

ç.с. Кăштăрка хăмăр хупăллă, çутă симĕс ăшлă, чăх çăмарти пысăкăш кăнтăр çимĕçĕ. Кивисене Çĕнĕ Зеландирен тиесе килнĕ, апельсинсем Израиль çĕрĕн сĕткенĕпе ӳснĕ. Х-р, 12.02.1997,1 с. Киви çимĕçе лавккасемпе пасарсенче тахçанах сутаççĕ, анчах та çынсем ăна питех туянмаççĕ. С-х, 2000, 6 /, 2 с. Хăш-пĕр çынсен киви çисен аллерги пулать. ÇХ, 2001, 14 /, 9 с. Кивие юн пусăмĕ пысăккипе аптракансен уйрăмах нумай çимелле. С-х, 2001, 34 /, 4 с.

кинокамит

ç.с. Кулăшла мыскараллă фильм; кинокомеди. Юлашки 15 çул хушшинче Кокшенов ӳкерĕнмен пĕр кинокамит те пулман пуль. ÇХ, 2001, 34 /, 5 с.

киçтĕк

п.в. Сăрăпа ӳкермелли, сăрламалли хатĕр; кисть. [Картинăри] хĕр кĕлеткине киçтĕкпе унтан-кунтан тĕккелесе те пăхрĕпăсать кăна. В.Эктел, 1996, 105 с. Киçтĕкпе, сăрăпа ĕçлесси вĕсен пурнăç тĕллевĕ пулса тăнă. ЧТ, 28.02.1998, 4 с. Киçтĕк илсе пĕр йĕр çеç тăвĕ-и вăлçакă та ăна хавхалантарĕ. Х-р, 9.08.2000, 4 с. Чӳрече сăрлама кăна ĕлкĕреймен, киçтĕк тупайман. Ар, 2001, 20 /, 3 с. — художник киçтĕкĕ (П.Афанасьев, 1985, 46 с.); ӳнерçĕн киçтĕк вылянăвĕ (Юрий Зайцев, 1990, 5 с.); ятарлă киçтĕк (КÇ, 2000, 35 /, 3 с.); кивĕ киçтĕк (Ар, 2002, 13 /, 4 с.); — киçтĕкпе усă кур (Х-р, 15.03.1994, 4 с.); киçтĕк тыт (Х-р, 6.04.2001, 3 с.); киçтĕк ăстала (Ар, 2001, 20 /, 3 с.); сăрă-киçтĕкпе чирле (ÇХ, 2001, 34 /, 8 с.).

класташ

ç.с. Тепринпе пĕр класра вĕренекен ача; пĕрле вĕреннĕ юлташ. Йывăр тăпри çăмăл пултăрччĕ çамрăклах нӳрĕ тăпрапа хупланнă класташăмсен. А.Т.-Ыхра, 2000, 47 с. — танл., курсташ.

клонла

ç.с., биол. Ӳсен-тăран е чĕрчун организмĕн пĕр-пĕр клеткине арлăх-вăрлăхсăр аталантарса йĕкĕреш хăраххи ӳстер. Юлашки вăхăтра организмсене клонласси пирки нумай калаççĕ. ÇХ, 1998, 3 /, 5 с. Часах тепĕр тĕрлĕ преступлени — клонланă этем органĕсемпе саккунсăр сутă тăвасси анлă сарăласса палăртаççĕ. Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.

кнеç

п.в. Пĕр-пĕр хутлăх пуçлăхĕ; князь. Пĕчĕк пухусенче каланисене пирĕн «кнеçсем» илтмеççĕ. П-н, 1990, 2 /, 1 с. Кнеç мар, хресченсухаçă та утарçăпулнă вăл. Н.Теветкел //Х-р, 11.04.1998, 7 с. Владимир кнеç ячĕпе лартнă палăк уйрăмах килĕшрĕ. Х-р, 19.01.1999, 3 с. Хусан ханлăхĕнче чăваш хушшинчен тухнă тавралăх кнеçĕсем (пӳсем), вырăнти кнеçсем (çĕрпӳсемпе вунпӳсем), турхансем сахал пулнă. Я-в, 2000, 5 /, 49 с. — кнеç хĕрĕ (Х-р, 8.10.1998, 3 с.); кнеçсен влаçĕ (Х-р, 18.07.2001, 2 с.); — удел кнеçĕ (Х-р, 22.02.2000, 1 с.); вырăс кнеçĕ (Г.Юмарт, 2001, 12 с.); аслă кнеç (Х-р, 17.07.2001, 2 с.).

команда

1. Ç.п. Суйланас тĕллевлĕ çыннăн е пĕр-пĕр пуçлăхăн таврашĕ, çывăх йышĕ. Премьер команда пухать [Пуçелĕк]. Х-р, 26.01.1994, 1 с. Министр канашлăва пухăннисене хăйĕн çĕнĕ командипе паллаштарчĕ. Х-р, 6.03.1998, 1 с. Н.Федоров команди В.Шурчанов командине пĕр листовкăпа та вараламан. Х-р, 28.03.1998, 7 с. Кăлава... хăйĕн командипех килчĕ, хĕрлĕ хăю касрĕ. К-н, 2002, 16 /, 19 с. 2. Ç.п. Пĕрлехи тĕллевсене пурнăçлама пĕтĕçнĕ ушкăн. Н.Григорьевăн (вăл Шурчановпа пĕр командăра) вара хăйĕн рабочийĕсене тӳлемелли парăм та питĕ пысăк. Х-р, 25.12.1997, 3 с. Федераци центрĕнче регионсемпе ăста ĕçлеме пĕлекен команда çаплипех çук. Х-р, 6.08.1998, 3 с. Çак команда комбинат укçине хăйĕн кĕсйине чикмесен, «Химпромри» вăтам ĕç укçи ... темиçе хут пысăкрах пулмалла. Ч-х, 1999, 27 /, 6 с.

комертӳçĕ

ç.с., кĕск. Коммунистсен партийĕн е унăн пĕр-пĕр вырăнти организацийĕн пуçлăхĕ. Нумаях пулмасть-ха компапртлидерсем, «Наци ыйтăвне татса патăмăр», тесе ... калаçатчĕç. Х-р, 26.09.1992, 2 с. Патăрьелĕнче [суйлавра] комертӳçĕсем çĕнтерме шутлаççĕ. Х-р, 14.09.1996, 2 с. Раççей комлидерĕсенчен пĕри В.Стародубцев. Х-р, 21.01.1997, 3 с. Хăй вăхăтĕнче кунта [хăна çуртĕнче] ... Мускавран килнĕ комлидерсем çĕр каçнă. ÇХ, 1997, 41 /, 5 с.

комлидер

ç.с., кĕск. Коммунистсен партийĕн е унăн пĕр-пĕр вырăнти организацийĕн пуçлăхĕ. Нумаях пулмасть-ха компапртлидерсем, «Наци ыйтăвне татса патăмăр», тесе ... калаçатчĕç. Х-р, 26.09.1992, 2 с. Патăрьелĕнче [суйлавра] комертӳçĕсем çĕнтерме шутлаççĕ. Х-р, 14.09.1996, 2 с. Раççей комлидерĕсенчен пĕри В.Стародубцев. Х-р, 21.01.1997, 3 с. Хăй вăхăтĕнче кунта [хăна çуртĕнче] ... Мускавран килнĕ комлидерсем çĕр каçнă. ÇХ, 1997, 41 /, 5 с.

компартлидер

ç.с., кĕск. Коммунистсен партийĕн е унăн пĕр-пĕр вырăнти организацийĕн пуçлăхĕ. Нумаях пулмасть-ха компапртлидерсем, «Наци ыйтăвне татса патăмăр», тесе ... калаçатчĕç. Х-р, 26.09.1992, 2 с. Патăрьелĕнче [суйлавра] комертӳçĕсем çĕнтерме шутлаççĕ. Х-р, 14.09.1996, 2 с. Раççей комлидерĕсенчен пĕри В.Стародубцев. Х-р, 21.01.1997, 3 с. Хăй вăхăтĕнче кунта [хăна çуртĕнче] ... Мускавран килнĕ комлидерсем çĕр каçнă. ÇХ, 1997, 41 /, 5 с.

компакт-диск

ç.с. Лазерлă проигрывательпе итлемелли пĕр енлĕ йăвă çыруллă (кĕвĕ-çемĕллĕ е текстлă) пĕчĕк пластинка; лазер дискĕ. Куравăшра «Раççей» ятлă лазер компакт-дискăн презентацийĕ пулса иртнĕ. Х-р, 15.02.1996, 3 с. Манăн [композиторăн] чи лайăх произведенисене компакт-диска çырма палăртнă. Х-р, 3.04.1996, 4 с. Çапах хăш-пĕр япаласем çухалнă-çухалнах, магнитола, компактдисксем. ÇХ, 2000, 37 /, 4 с. Библиотека фондне ... аудиокассетăсемпе, компактдисксемпе пуянлатма тăрăшаççĕ. Х-р, 6.03.2003, 4 с.

компактдиск

ç.с. Лазерлă проигрывательпе итлемелли пĕр енлĕ йăвă çыруллă (кĕвĕ-çемĕллĕ е текстлă) пĕчĕк пластинка; лазер дискĕ. Куравăшра «Раççей» ятлă лазер компакт-дискăн презентацийĕ пулса иртнĕ. Х-р, 15.02.1996, 3 с. Манăн [композиторăн] чи лайăх произведенисене компакт-диска çырма палăртнă. Х-р, 3.04.1996, 4 с. Çапах хăш-пĕр япаласем çухалнă-çухалнах, магнитола, компактдисксем. ÇХ, 2000, 37 /, 4 с. Библиотека фондне ... аудиокассетăсемпе, компактдисксемпе пуянлатма тăрăшаççĕ. Х-р, 6.03.2003, 4 с.

кондоминиум

ç.с. Хваттерсен хуçисем пĕтĕм çурта пĕрлехи йышпа пăхса (йĕркене кĕртсе) пурăнни тата çавăн йышши çурт. Малашне пĕр-пĕр çуртра пурăнакансем çав çурта, унăн таврашне тытса тăрассишĕн хăйсем яваплă пулаççĕ. Çак «пĕрлехи харпăрлăха» пĕлтерекен ăнлава урăхла ... «кондоминиум» сăмахпа çирĕплетеççĕ... Кондоминиума тытса тăракан хуть мĕнле юлташлăх та хăйĕн çуртне лайăхрах тытма тăрăшĕ. Х-р, 12.02.1997, 1 с. Хоккеист [Павел Буре] Майамири чи чаплă кондоминиумсенчен пĕрин икĕ хутне йышăннă. ÇХ, 2000, 11 /, 5 с.

контрацепци

ç.с. Çие юласран сыхланмалли пулăшу хатĕрĕпе (контрацептивпа) усă курни. Ача çуратнăранпа пĕр уйăх иртсенех контрацепци хатĕрĕсемпе усă курма тăрăшăр. ÇХ, 1997, 15 /, 6 с. Миçе çултан вĕсемпе [ӳсекен хĕрсемпе] ар çыхăнăвĕ, контрацепци çинчен калаçма пулать. ÇХ, 1999, 29 /, 8 с. Вăл хырăм пăрахас шухăшлă... Акă вăлконтрацепцин Раççейри чи анлă сарăлнă мелĕ! ÇХ, 2000, 17 /, 4 с. — гормоналлă контрацепци (ÇХ, 1998, 37 /, 5 с.).

кранçă

п.с. Кранпа ĕçлекен çын; кран машинисчĕ, крановщик. Кирпĕч хăпартатчĕ хĕрпĕр кран хуçи, бетонран пуянччĕ иккĕмĕш кранçи. Н.Евстафьев, 1974 (Лирика), 56 с. Тĕркесем хăпартăр!.. Кранçă вĕренне ярать тăсса. Б.Романов. 1984, 31 с. Иван шоферта та ĕçленĕ, кранçă та пулнă. В-х, 1992, 12 /, 2 с.

кроссовка

ç.с. Резина тĕплĕ, çӳллĕ хыçлă çăмăл пушмак; кросс пушмакĕ. Хаш та хаш сывлаççĕ ашшĕ-амăшĕ, çуллахи вăхăтра ачана пĕр кроссовка ĕçлесе илмелĕх ăçта ямалла. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Улттăн пыраççĕ те ... 15 çулхи арçын ачана футболкипе кроссовкине хывма хушаççĕ. ХС, 6.08.1999, 2 с. Упнер вăтам шкулĕнче 15 çулхи М. пĕрле вĕре-некенĕн кроссовкине «уралантарнă». Т-ш, 1999, 7 /, 8 с. Шурă носки спорт костюмĕпе, кроссовкипе лайăх. ÇÇ, 2000, 4 /, 4 с. — çăмăл кроссовка (К-н, 1986, 19 /, 11 с.); ют çĕршывра кăларнă кроссовка (Х-р, 4.09.1992, 1 с.); юрăхлă кроссовка (Х-р, 6.02.1993, 2 с.).

кроссовки

ç.с. Резина тĕплĕ, çӳллĕ хыçлă çăмăл пушмак; кросс пушмакĕ. Хаш та хаш сывлаççĕ ашшĕ-амăшĕ, çуллахи вăхăтра ачана пĕр кроссовка ĕçлесе илмелĕх ăçта ямалла. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Улттăн пыраççĕ те ... 15 çулхи арçын ачана футболкипе кроссовкине хывма хушаççĕ. ХС, 6.08.1999, 2 с. Упнер вăтам шкулĕнче 15 çулхи М. пĕрле вĕре-некенĕн кроссовкине «уралантарнă». Т-ш, 1999, 7 /, 8 с. Шурă носки спорт костюмĕпе, кроссовкипе лайăх. ÇÇ, 2000, 4 /, 4 с. — çăмăл кроссовка (К-н, 1986, 19 /, 11 с.); ют çĕршывра кăларнă кроссовка (Х-р, 4.09.1992, 1 с.); юрăхлă кроссовка (Х-р, 6.02.1993, 2 с.).

ксерокс

ç.с. Пĕр-пĕр документа, текста (алăпа çырнине е пичетленине) электрофотографи мелĕпе ӳкерсе илмелли, йышлатмалли аппарат. Электронлă приборсем, компьютер, ксерокс, телевизорсем тевăйлах мар электро-магнитлă пайăркасем кăлараççĕ. ÇХ, 1998, 1 /, 6 с. Ăна [ЧНК штаб-хваттерне] телевизорпа, компьютерпа, ксерокспа тивĕçтерес ыйтăва татса патăмăр. Х-р, 20.06.2000, 1 с. Пире валли хăть ăна [документа] ксерокспа кăларса памаллаччĕ. Ар, 2000, 10 /, 2 с. — ксерокспа пичетле, ксерокс хучĕ (Х-р, 18.09.1998, 3 с.); ксерокс курупки (ÇХ, 1999, 13 /, 8 с.).

кукка

п.п., куçăм. Ĕç вырăнĕпе (должноçпа) усă курса пĕлĕш-тăванне пулăшу кӳрекен çын; хунтă. Вĕсем виççĕмĕш класлă водительсенчен чип-чиперех «пĕрремĕш класлисем» пулса тăнă, ... ырă куккасем пулăшнипе. К-н, 1987, 8 /, 3 с. «Кукка» пулмасан ан та сĕкĕн [Пуçелĕк]. ÇХ, 1996, 2 /, 2 с. Анчах таса карьера пултăр... Хыçран пĕр-пĕр «кукка» тĕртсе пырать-тĕкпачах урăх калаçу. ÇХ, 1999, 39 /, 12 с. Пĕр-пĕр «пуян кукка» пулăшăвĕ кирлĕ-мĕн кунта. ТА, 2003, 2 /, 72 с. — палланă «кукка» (ÇХ, 1996, 2 /, 2 с.); хулăн кĕсьеллĕ куккасем (ÇХ, 2001, 14 /, 3 с.); пысăк вырăнта ларакан «кукка» (Ар, 2001, 21 /, 2 с.).

кулăшçă

п.с. Кулăш ăсти; култармăш, мыскараçă, шӳтлевçĕ. Интернационаллă рота тетчĕç пирĕн ротăна... Пурччĕ кулăшçă эрмен, пурччĕ Латви ачисем. Ю.Семенов, 1972, 30 с. Пĕр кулăшçă, вулакансене култарса вĕлересрен хăраса, пĕр кулăшне те кулăшла çырман тет. К-н, 1981, 2 /, 6 с. Иван Мучи, Л.Агаков, В.Енĕш пек кулăшçăсем, тĕслĕхрен, шултралатнă ĕç-пуçа хута яраççĕ. Г.Федоров, 1996, 4 с. — телейсĕр кулăшçă, чăваш кулăшçи (А.Т.-Ыхра, 2000, 6 с., 81 с.).

курав

ç.с. Пĕр-пĕр япаласен (картинăсен, кĕнекесен т.ыт.) пуххине йĕркелесе халăха вăхăтлăх кăтартни; выставка, куравăш. Курава Чăваш патшалăх ӳнер музейĕн залĕсенче йĕркеленĕ. Юрий Зайцев, 1990, 1 с. Библиотекăракурав [Пуçелĕк]. Х-р, 14.03. 1996, 3 с. Шупашкарăн Мускав районĕнчи Ачасен пултарулăх керменĕнче кашни çулах ал ĕçĕсен куравне йĕркелеççĕ. ЧХ, 30.05.1998, 4 с. Танл., Леонид иккĕмĕш çул ĕнтĕ пурсуй йытăсен ăмăрту-куравне йĕркелет. ÇХ, 1998, 45 /, 2 с. — ал ăсталăх куравĕ (ÇХ, 1998, 13 /, 6 с.); ятран курав (Т-ш, 1998, 5 /, 5 с.); пĕтĕмлетӳ куравĕ (Я-в, 1999, 2 /, 90 с.); тĕнчери курав (Я-в, 2000, 5 /, 85 с.); çĕнĕ курав (Х-р, 9.10.2001, 4 с.); — курав залĕ (ÇХ, 1997, 46 /, 5 с.; Х-р, 8.06.1999, 4 с.); Курав керменĕ (ÇХ, 1998, 49 /, 9 с.; ХС, 1999, 12 /, 1 с.); курав ирттер, курава тăрат (Х-р, 24.01.1998, 11 с.); курав уç (1998, 5 /, 5 с.); курава хутшăн (Х-р, 8.06.1999, 4 с.); куравсен çĕнтерӳçи (Я-в, 2000,5 /, 85 с.).

курсташ

ç.с. Тепĕр студентпа пĕр курсра вĕренекен (е вĕреннĕ) çын. Горбачевпа пĕрле вĕреннĕ Ф.Незнанский ... хăйĕн курсташĕ пирки чапшăн çунакан оппортунист пек аса илет. Х-р, 7.03.1996, 3 с. Канăва тухнă -таш (-теш) те ĕçе кӳлĕнчĕ, ĕçтеш, йăхташ, курсташ... Х-р, 21.05.1999, 3 с. — танл., класташ.

курупка

1. П.в. Картон ещĕк, пĕчĕкçĕ арча, тăваткал йĕнĕ; коробка. Вăл ... хĕрлĕ хăюпа çыхнă пысăк курупка тата Хисеп грамоти тыттарчĕ. К-н, 1981, 16 /, 4 с. Атă-пушмак хумалли курупка хут укçасемпе тулма тытăннă. Т-ш, 1998, 6 /, 5 с. Автофургонран икĕ курупка çăмарта çухалнă. ÇХ, 1999, 41 /, 4 с. Курупкара 32 штук батарейка выртнă. Т-ш, 1999, 12 /, 3 с. — пуш курупка (И.Тукташ,1958, 131 с.); картон курупка (К-н, 1969, 14 /, 8 с.); тимĕр курупка (Паттăр пионерсем. 1971, 77 с.); хут курупка (Х-р, 27.02.1997, 3 с.); шăрпăк курупки (В.Садай, 1969, 49 с.; Л.Агаков, 1971, 172 с.; И.Шордан, 1985, 12 с.; Х-р, 13.03.1996, 4 с.); пирус курупки (К.Пайраш, 1976, 131 с.; Я-в, 1995, 9 /, 69 с.); эмел курупки (К-н, 1968, 18 /, 9 с.; Х-р, 27.06.1992, 3 с.); пĕр курупка фломастер (ÇХ, 1997, 28 /, 4 с.); пĕр курупка канфет (Т-ш, 1999, 4 /, 1 с.); телевизор курупки (Т-ш, 2001, 49 /, 7 с.). 2. Ç.п., калаç. Ещĕк евĕрлĕ, нумай хутлă тĕссĕр çурт. Тăхăр хутлă «курупкасем» туххăмрах пĕлĕтелле кармашрĕç. К-н, 1985, 3 /, 10 с. Эпир пилĕк хутлă тимĕр-бетон курупка умĕнче чарăнса тăратпăр. А.Емельянов, 1985, 261 с. Пĕр евĕрлĕ курупка-çуртсем, пĕр евĕрлĕ курупка-магазинсем, пĕр евĕрлĕ курупка-шкулсемпе ача сачĕсем. Х-р, 24.06.1992, 4 с. Темиçе курупка хушшинче хамăн çурта, подpезда тупаймастăп. В.Эктел, 1996, 126 с.

кӳрентерӳ

п.с. Хур туни, мăшкăл туни, хăртни, эрлентерни. Кунта та хăйсен кăмăлне ирĕклĕн, пĕр кӳрентерӳсĕр тивĕçтерчĕç вĕсем. К-н, 1984, 9 /, 10 с. Туслăх пирĕн пĕлĕтсĕр, çук кӳрентерӳ. М.Сениэль, 1990, 8 с. Çеçпĕле вырăсла çапла асăннине пысăк кӳрентерӳ вырăнне хуратăп. Х-р, 10.11.1999, 4 с. — ВЧС, 1971, 452 с.

ланкăштат

п.в. Лакăштат, лăкăштат; лăпсăртат, танкка. Ирĕксĕрех ун çуран ланкăштатмалла пулчĕ яла. Хв. Уяр, 1984, 251 с. Иккĕшĕ те каялла пăхса илчĕç те пĕр чарăнмасăр ланкăштатрĕç. ÇХ-рĕ, 8.12.1999, 2 с.

лаç

п.п. Пултарулăха аталантармалли, ăсталăха туптамалли вырăн; пĕр-пĕр ĕç хутлăхĕ. Пĕлетĕп, сӳнмĕ лаç — сатирăн çулăмлă лаççи. К-н, 1982, 17 /, 2 с. Ара, «Капкăн» вăл — кулăш лаççи-çке! К-н, 1987, 11 /, 6 с. Политика лаççинче мĕн хăтланнине ăнланакансем... ХС, 1999, 17 /, 3 с. Ăслăлăх лаççи сӳнмен-ха, вутне хурса тăракансем пур. Х-р, 28.04.2000, 2 с. — кадрсен «лаççи» (Х-р, 6.02.2003, 1 с.).

лесбиянка

ç.с. Арлăх тĕлĕшĕнчен хăйĕнпе пĕр пеккине (хĕрсемпе арăмсене) савакан хĕрарăм; гомосексуаллă (туп.) хĕрарăм. Ку «произведени» пуçламăшĕ лесбиянкăсем çинченччĕ. В.Эктел, 1996, 101 с. Илемлĕ хĕрарăм, пĕр хут та качча тухман, арçынсемпе çыхланмасть. Тен, лесбиянка. ÇХ, 2000, 30 /, 5 с. Джоли лесбиянка пулса тăнă [Пуçелĕк]. Х-р, 7.09.2001, 3 с. Ун пирки лесбиянка теме те именмеççĕ. ÇХ, 2001, 49 /, 8 с.

лесбиянлăх

ç.с. Хĕрарăмсен (амасен) пĕр-пĕрин хушшинчи ар çыхăнăвĕ; хĕрарăмпа хĕрарăм савăшни. Вăл хĕр-туссем тупатьмастурбаци, лесбиянлăх... Х-р, 23.03.1993. Сăрт-ту гориллисен амисем хушшинче вара лесбиянство текен пулăм тымар янă. ÇХ, 2000, 14 /, 5 с.

лесбиянство

ç.с. Хĕрарăмсен (амасен) пĕр-пĕрин хушшинчи ар çыхăнăвĕ; хĕрарăмпа хĕрарăм савăшни. Вăл хĕр-туссем тупатьмастурбаци, лесбиянлăх... Х-р, 23.03.1993. Сăрт-ту гориллисен амисем хушшинче вара лесбиянство текен пулăм тымар янă. ÇХ, 2000, 14 /, 5 с.

лидерлăх

ç.с. Çул пуç пахалăхĕ; ертӳçĕ тивĕçĕ-тайăнĕ. Вĕсем пĕр тантăш мăшăрсенчен кăшт кăна аслăрах-ха, анчах ... лидерлăх палли пурсăпайлă, ăслă, кăмăллă лидерлăх. А.И.-Ехвет //Х-р, 12.09.1996, 3 с. Ăна тума нимле пултарулăх та, нимле тавçăрулăх та, нимле «лидерлăх» та кирлĕ мар. Д.Гордеев //Х-р, 2.08.2000, 4 с.

лимон

ç.п., жарг. Миллион тенкĕ. Виçĕ «лимонлăх» пĕр пĕчĕк ĕç тупăнчĕ. ÇХ, 1997, 20 /, 1 с. Манран хваттер валли тесе виçĕ «лимон» илни çитмест — халь тата тăван аннӳне çаратасшăн. Х-р, 6.01.1998, 3 с. Рекламăпа çыхăннă килĕшӳсем ăна тата 6 «лимон» кӳреççĕ. ÇХ, 1998, 47 /, 8 с. — «лимон» тӳле (ÇХ, 1997, 28, 6 с.).

лиçван

п.с. Çемçе лăсăллă, çирĕп вулăллă, кĕркунне çаралакан йывăç; лиственница. Лиственница ячĕ чăвашла та пур, лиçванÇĕпĕрти чăвашсем çапла калаççĕ. В.Митта //Я-в, 1955, 4 /, 30 с. Лиçвансемчăн-чăн аристократ йывăçсем. Хв.Уяр, 1978, 25 с. Хыр-чăрăшпа пĕр тăван, вăрманта ӳсет лиçван. Ç-т, 2001, 5—6 /, 20 с. Лиçван лайăх авăнать, ... час çĕрмест. О.Алексеев, 2001, 41 с. — яштака лиçван (К.Турхан, 1961, 44 с.; Т-ш, 1993, 17 /, 3 с.).

магнитоальбом

ç.с. Магнитлă альбом (туп.). Вĕсем [çĕнтерӳçĕсем] Г.Ваккун «Пĕр сана» магнитоальбомне илме тивĕçлĕ пулчĕç. Т-ш, 1999, 6 /, 11 с. Хальлĕхе хам тĕллĕн шоу йĕркелеме иртерех пуль тетĕп... Çитес вăхăтра магнитоальбом кăларасшăн. Ар, 2001, 14 /, 1 с.

мафиози

ç.с. Мафипе, преступниксен вăйлă аталаннă ушкăнĕпе çыхăннă этем. Тĕрлĕ плакатсем нумай ... Республикăри «мафиозисене» ответ тыттармалли çинчен. Х-р, 17.03.1992, 1 с. Халăх ĕçкĕпе иртĕхни ... халăха тата патшалăха пĕр айăпланмасăр çаратса пуякан мафиозишĕн питĕ тупăшлă. Х-р, 5.09.1996, 4 с. — мафиозие арестле (Х-р, 25.09.1996, 4 с.); мафиозисен тусĕ (ÇХ, 2000, 17 /, 4 с.).

мăчавăр

ч.с. Чăваш тĕнĕн йăли-йĕркине пĕлекен çын; чӳк пуçĕ, кĕлевçĕ, апăс. Колхозри пĕр çынçӳçне кастармасăр, сухалне хырмасăракатуй тĕлне чăн чăваш мăчавăрне тухса кайма приказ илнĕ. А-и, 1992, 22 /, 3 с. Ю.Беляев мăчавăр тĕрлĕ çимĕçсем парса чӳклерĕ, ... И.Соловьев мăчавăр кĕлĕ турĕ. Х-р, 2.09.1992, 2 с. Ял мăчавăрĕ, чăваш халăх ăсчахĕ Е.Ерагин учитель чӳклеме ирттерчĕ. Х-р, 25.08.1998, 1 с. Якуркка Микихверĕ мăчавăр пил пачĕ. ÇХ, 1999, 7 /, 1 с. — Аслă мăчавăр (ÇХ, 2000, 11 /, 10 с.).

мăшкăлизаци

п.с., шӳтл. Мăшкăл кăтартни, хур туни; мăшкăл-хур, мăшкăллăх. Ку аффикс [-изаци] пулăшнипе пирĕн чĕлхере пĕр сăмах кăна çуралнă... Мăшкăлизаци! ЧЧП, 1999, 181 с. Тап-таса, чи тăрă мăшкăлизаци. ÇХ, 1999, 9 /, 4 с.

медсанпай

ç.с., кĕск. Медицинăпа санитари пайĕ; медсанчасть. Медсанпайра Чăваш енри пĕртен-пĕр проктологи уйрăмĕ ĕçлет. Х-р, 29.10.1993, 4 с.

менеджер

п.с., экон. Пĕр-пĕр тытăм (компани, предприяти, банк) ĕçне йĕркелесе-ертсе пыма тара тытнă çын; менеджмент ăсти, управляющи. Манăн пурнăçпа çав таранах интересленетĕр пулсан, хамăн менеджерпа та паллаштаратăп. Х-р, 29.06.1995, 3 с. Эпĕ акă хамах пуçлăх та, менеджер та, водитель те. ÇХ, 1999, 1 /, 2 с. Бизнес ĕçне пуçарса ярас текен çамрăкăн юрист, бухгалтер, менеджер ĕçĕсене тĕплĕ пĕлмелле. Х-р, 6.07.1999, 3 с. Университет хыççăн пĕр заводра менеджер пулса ĕçлерĕм. Ар, 2002, 13 /, 2 с. — менеджерсен йышĕ, менеджер-экономист (Х-р, 25.06.1992, 1 с.); менеджер дипломĕ (Х-р, 15.06.1993, 1 с.); менеджер профессийĕ (К-ш, 23.06.2000, 1 с.); менеджер туп (Х-р, 25.12.1997, 4 с.); — коммерци менеджерĕ (Х-р, 24.01.1996, 1 с.); фирма менеджерĕ (С-х, 2000, 34 /, 4 с.).

менталитет

ç.с. Пĕр-пĕр халăхăн, социаллă ушкăнăн е уйрăм çыннăн ăс-хакăлпа кăмăл-туйăм уйрăмлăхĕ; тĕнчекурăм (туп.). Япони е Швеци экономикин чечекленĕвĕ наци менталитечĕ çинче йĕркеленнĕ. Х-р, 28.09.1996, 2 с. Çавăнпа та [специалистсем çуккипе] ташăсенче чăваш халăхĕн менталитетне, этикетне тĕрĕс мар кăтартса параççĕ. УС, 10.04.1998, 7 с. Чăваш менталитечĕ сăпайлăхпа, илемлĕхпе çыхăннăçавна манас марччĕ. Ар, 2001, 22 /, 1 с. — паянхи менталитет (Я-в, 2000, 5 /, 47 с.); обществăлла менталитет (Х-р, 12.07.2001, 3 с.); чуралла менталитет (Х-р, 5.04.2001, 3 с.).

меслетлĕх

ç.с. Пĕр-пĕр ĕçе ăнăçлă ирттермелли е вĕрентмелли мел-ăслай пĕрлĕхĕ; методика. Вăл ВЛКСМ рескомĕн вĕренӳпе меслетлĕх центрĕн директорĕнче вăй хунă. ÇХ, 1998, 44 /, 3 с. Калаçу урокĕсен меслетлĕхĕ. ЧЧВМ, 1998, 14 с. Ăна чăваш чĕлхипе литературин меслетлĕх кафедрин тилхепине шанса параççĕ. Х-р, 28.04.2000, 2 с. — вĕренӳпе меслетлĕх нушисем (ХК, 1993, 8 /, 8 с.); ăслăлăхпа меслетлĕх центрĕ (Т-ш, 2000, 34 /, 3 с.); — çĕнĕ меслетлĕхе алла ил (А.Леонтьев, 2003, 11 с.).

митталăх

п.с. Чун хавалĕпе тата кăмăл-сипетпе (туп.) Митта Ваçлейĕ пек пулни. Сăпайлăх, чăтăмлăх, çынлăх, чунлăх. Çак сăмахсем пĕр сăмахрамитталăхрашăранса-пĕтĕçсе конкретлăх тупрĕç. Митталăх... Мĕн тери çитмест вăл пире тепĕр чухне! Н.Исмуков, 1990, 94 с. В.Юмартăн пултарулăхĕ митталăха пуянлатрĕ, аталантарчĕ. Унăн сăввисенче Митталла кăмăл тасалăхĕ, сăпайлăхĕ, çирĕплĕхĕ, шухăш тарăнлăхĕ, чĕлхе тирпейлĕхĕ вăйлă сисĕнет. Г.Юмарт //ЧТ, 28.02.1998, 3 с.

моратори

ç.п., полит. Патшалăх пĕр-пĕр ĕçе пурнăçлама вăхăтлăха чарни е тăхтани. Б.Ельцин ядерлă сăнавсем ирттерес тĕлĕшпе туса хунă моратори вăхăтне 1993 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен тăсасси çинчен калакан Указ çине алă пуснă. Х-р, 21.10.1992, 1 с.

мунчаçă

п.с. Мунчара ĕçлекен ятарлă çын. Шăпăр тăрса юлчĕ милĕкрен, илтерет мунчаçă пилĕкрен. С.Шавлы //К-н, 1972, 13 /, 10 с. Пĕр юлташăм манăн «Чувашия» санаторипе курорт комплексĕнче вăй хурать. Мунчаçă вăл... Тĕрĕсрех каласан, вăлмилĕкçĕ. Мунчана пыракан тетесемпе аппасене техĕмлĕ хурăн-юмансемпе ислетекен. ÇХ, 1999, 6 /, 5 с.

мусульманлан

п.с. 1. Ислам тĕнне йышăн, мăсăльмана (мусульмана) тух. Пыра-киле монгол-тутар мăрсисемпе пăлхар турханĕсем хушшинче уйрăмлăх пĕтсе пынă, мĕншĕн тесен лешсем те, кусем те мусульманланса кайнă. И.Кузнецов, 1962, 29 с. Мусульманланнă чăвашсем хăйсен ятне çухатнă, «тутар» ятпа çӳреме пуçланă. Х-р, 17.03.1992, 5 с. 2. Мăсăльмансен евĕрлĕ пул, мăсăльманпа пĕр пеклен. Мăсăльман тĕнĕ сарăлма пикенсенятсем те мăсăльманланаççĕ. Х-р, 16.05.2002, 3 с.

мăсăльманлан

п.с. 1. Ислам тĕнне йышăн, мăсăльмана (мусульмана) тух. Пыра-киле монгол-тутар мăрсисемпе пăлхар турханĕсем хушшинче уйрăмлăх пĕтсе пынă, мĕншĕн тесен лешсем те, кусем те мусульманланса кайнă. И.Кузнецов, 1962, 29 с. Мусульманланнă чăвашсем хăйсен ятне çухатнă, «тутар» ятпа çӳреме пуçланă. Х-р, 17.03.1992, 5 с. 2. Мăсăльмансен евĕрлĕ пул, мăсăльманпа пĕр пеклен. Мăсăльман тĕнĕ сарăлма пикенсенятсем те мăсăльманланаççĕ. Х-р, 16.05.2002, 3 с.

муфти

(МУФТИЙ), п.с. Пĕр тăрăхри мăсăльмансен тĕн тата юридици (право) ыйтăвĕсене татса паракан пуçлăхĕ. Пĕчĕк ялăн пысăк уявне Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн пуçлăхĕ Альбир Крганов муфтий уçрĕ. Х-р, 25.07.2000, 4 с. Республикăри мăсăльмансен муфтийĕ А.Крганов. ÇХ, 1999, 11 /, 3 с. Чăваш Республикинчи мăсăльмансен управленийĕн пуçлăхĕ А.Крганов муфти. Х-р, 25.05.2001, 1 с.

нарколог

п.с. Наркоманирен, токсикоманирен (туп.), ĕçкĕ чирĕнчен сиплекен врач. Пĕлтĕр пĕрне сиплевпе ĕçлев профилакторине, иккĕшне нарколог патне ăсатрăмăр. К-н, 1985, 13 /, 2 с. Врач-наркологсем палăртнă тăрăх, ку чирсем [токсикоманипе наркомани] пĕр евĕрлĕ. ÇХ, 27.02.1998, 4 с. Республикăн диагностика центрĕнче ĕнер Чăваш Республикинчи психиатрсен, наркологсен тата психотерапевтсен иккĕмĕш сpезчĕ уçăлчĕ. Х-р, 23.06.2000, 2 с.

наркологи

п.с. Наркоманирен сыхланмалли тата сипленмелли ыйтусемпе ĕçлекен медицина пайĕ. Республикăра ĕçкĕçсене сиплеме ятарласа наркологи служби йĕркеленĕ. К-н, 1986, 13 /, 11 с. Акă, пĕр ӳсĕр çынна тăванĕсем наркологи уйрăмне сыватма илсе кĕреççĕ. Х-р, 20.01.1994, 4 с. Республикăри наркологи диспансерĕнче çамрăксене сиплекен наркологи уйрăмĕ пур. ÇХ, 1998, 48 /, 3 с. — наркологи кабинечĕ (К-н, 1987, 22 /, 4 с.).

нарспилĕх

ç.с. Нарспи сăнарне аса илтерекен пахалăх; хĕр маттурлăхĕ. Чĕр пурнăç чĕртнĕ пек эс куртăн хальхи ачаш нарспилĕхе. Г.Айхи, 1988, 58 с. Пĕр-пĕччен е иккĕн пулăн, ан çухат нарспилĕхе. Г.Юмарт //Я-в, 2000, 4 /, 57 с.

нефтьçĕ

ç.с. Нефть кăларас тĕлĕшпе ĕçлекен çын; нефтяник. 5—6 установка кунĕн-çĕрĕн нефть уçлать. Вĕсен çывăхĕнче ... пĕр арçын хуçаланнине асăрхама пулать... Нефтçĕн ятне-шывне те ыйтса пĕлес килчĕ. А.Савельев //Х-р, 31.01.1998. — нефтçĕ ĕçĕ (А-и, 1992, 5 /).

номинаци

ç.с. 1. Анлă конкурсăн пултарулăха виçмелли кашни енĕ; пултарулăх ăмăртăвĕн пĕр майĕ. Шăмăршăсем фестиваль лауреачĕ пулчĕç, ... чи ăста драматург, композитор номинацийĕсенче çĕнтерчĕç. Ă-л, 1998, 4 /, 3 с. «Спорт журналисчĕ» номинацире пĕрремĕш вырăна Ю.Плотников йышăнчĕ. ÇХ, 1999, 4 /, 10 с. Фестивальте 13 номинаципе приз панă. Х-р, 7.06.2000, 4 с. Вăл [пултарулăх уявĕ] ... виçĕ номинаципе иртет. Т-ш, 2001, 39 /, 3 с. — тĕрлĕ номинациллĕ конкурс (ÇХ, 10.04.1998, 2 с.). 2. Пултарулăх ăмăртăвĕн çĕнтерӳçине тивĕçекен хисеплĕ ят палăртăвĕ. Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх театрĕ те ... çĕнĕ спектакльсем хатĕрлеме, сумлă ят-номинацисем çĕнсе илме тытăнĕ. Х-р, 7.06.2000, 4 с. «Чи лайăх медицина сестри» номинацие Элĕкри «Хĕвел» ача сачĕн аслă медицина сестри Р.Тарасова çĕнсе илчĕ. ПÇ, 2.09.2000, 2 с.

нудист

ç.с. Хăйĕнпе пĕр шутлă çынсемпе çаппа-çарамас канакан-хĕртĕнекен (çапла майпа çутçанталăка çывăх пулма тăрăшакан) çын. Ку поселокра пурăнакан пулăçсене вара нудистсен хăйăрлăхĕ питĕ пăшăрхантарать. Х-р, 14.09.1996, 4 с. Илемлĕ тăрăхра...кӳлĕ тата нудистсен пляжĕ. ÇХ, 3.04.1998, 5 с. Сире эксгибиционист е нудист тесе калаймăн. С-х, 2001, 33 /, 4 с.

нухрат

п.п. Укçа, укçа-тенкĕ, кĕмĕл (туп.). Ăçтан-ха упăшку нухрат çитертĕр, шалу çумне мĕскер хушас-ха ун тата. С.Шавлы //К-н, 1959, 11 /, 5 с. «Акă вăл нухрат! Кĕсье тулли!»пĕр ывăç хут укçа туртса кăларать Смирнов. К-н, 1977, 16 /, 9 с. Наташа ... ним шелсĕр укçа-тенкĕ тăкакланă. Светлана тĕлĕнсех кайнă, ăçтан унăн çавăн чухлĕ нухрат. Т-ш, 1999, 2 /, 4 с. Мускава килме ... вĕсен нухрачĕ те çук. ХС, 1999, 36 /, 2 с. — нухрат пар (В.Алендей, 1979, 110 с.; К-н, 1986, 17 /, 7 с.); нухрат тӳле (К-н, 1987, 15 /, 10 с.; ÇХ, 1998, 44 /, 8 с.); нухрат туп (Х-р, 18.09.1992, 3 с.; Ар, 2001, 15 /, 3 с.); нухрат уйăр (ХС, 1999, 12 /, 3 с.; С-р, 2002, 40 /, 2 с.); нухратпа ти-вĕçтер (Х-р, 6.07.2001, 4 с.); нухрат енчĕкĕ (Х-р, 21.05.1999, 1 с.); — пухăннă нухрат (Х-р, 21.08.1998, 1 с.); район бюджетĕнчи нухрат (ÇХ, 2001, 47 /, 2 с.).

оргтехника

ç.с. Ĕçлĕ хутсене хатĕрлеме, майлама тата кирлĕ çĕре çитерме пулăшакан электронлă техника хатĕрĕсен пĕрлĕхĕ (ксерокс, факс, компьютерсем т.ыт.те). [Ялти] хăш-пĕр вăтам шкулта вĕренекенсен шучĕ çĕре те çитмест... Пурин валли ку чухнехи оргтехника е компьютер класĕ туянаймастăн. Х-р, 14.08.2002, 1 с. Пирĕн офиссенче хальхи вăхăтри чи çĕнĕ оргтехника. ХС, 2003, 82 /, 6 с.

пайăрлăх

п.с. 1. Пĕр-пĕр çынна ыттисенчен уйăракан паллăсен пĕрлĕхĕ; сăпат(лăх). Манăн та упранасчĕ, питĕ те упранасчĕ санăн ăшунта, санăн чунунта. Санăн тулăх та пехетлĕ пайăрлăхунта. А.Назул, 1981, 30 с. Сăнарсене калăпланă чух [Б.Чиндыков] ... сайра е пĕртен-пĕрре анчах тĕл пулакан паллăсене шырать. Урăхла каласан, типлăха мар, пайăрлăх мелне кăмăллать автор. Ю.Артемьев, 1991, 72 с. — ВЧС, 1971, 254 с. 2. Уйрăм çын пурлăхĕ; харпăрлăх, супинкке. Çак пуянлăх пире пĕр тӳлевсĕр тивĕçнĕ. Çавăнпах çак пайăрлăха, пуянлăха, ним хака хумастпăр. Д.Гордеев //Х-р, 6.06.2000, 4 с. — Егоров, 1936, 326 с.

пайрăм

п.с. Пĕр-пĕр япалан пĕчĕкçĕ пайĕ (сыпăкĕ); деталь, компонент, элемент. Талантлă поэтсем ăсласа тунă чăн-чăн илемлĕх пайрăмĕсен пахалăхĕ вăл — вĕсен ӳкерчĕклĕхĕпе ансатлăхĕ. А.Горшков //Чăваш илемлĕ литература чĕлхи. 1978, 67 с. Калаçусен чылай пайрăмĕ, паллах, асран тухса ӳкнĕ. Я-в, 1991, 11 /, 5 с. Кунта [хайлавра] пĕр пайрăм та ытлашши мар. ÇХ, 1998, 48 /, 9 с. — пĕрешкел пайрăмсем (В.Каховский, 1984, 77 с.); витĕмлĕ пайрăмсем (Ю.Артемьев, 1988, 59 с.); символла пайрăмсем (Ю.Яковлев //ХЧЛ, 1990, 27 с.); вак-тĕвек пайрăмсем (В.Егоров //Х-р, 26.09.1992); сăнарлă шухăш пайрăмĕсем (Г.Федоров, 1994, 21 с.); чĕрĕ пайрăмсем (ЧЛ, 1994, 11 кл., 212 с.); уйрăм пайрăмсем (Х-р, 25.08.1998, 3 с.); тĕп пайрăм (Ç-т, 1998, 1 /, 2 с.); — пайрăм ăсти (ЧЛ, 1994, 11 кл., 151 с.).

палăрту

ç.п. Паллă туни, регистрацилени; палăртса хуни, тĕв туни. Журнал çинчи палăртусем те пĕр-пĕринпе саплашмаççĕ. К-н, 1985, 21 /, 2 с. Манăн 150 изобретени, чылайăшĕпе патент илнĕ. Черетре çĕнĕ шухăшсем, палăртусем. ЧÇ, 1998, 11 /, 5 с.

парапсихолог

ç.с. Ăс-тăнăн асамлă пулăмĕсене, вышкайсăр сисĕмлĕх тĕсĕсене (пуласлăха туйнине, шухăшпа витернине т.ыт.) тĕпчекен çын. Парапсихолог пекех, тăтăшах пĕр сăмаха калать поэт, «кил», «кил»... [.]. В.Абрамов, 1998, 10 с. Анастасия Семеновна парапсихолог тĕлĕксен пĕлтерĕшĕпе çыхăннă темиçе сĕнӳ парать. Х-р, 8.07.1999, 3 с. Лайăх психо-аналитик вăлпĕр вăхăтрах психолог та, психиатр та, прсихоте-рапевт та, хăш чухнепарапсихолог та. С-х, 2000, 35 /, 1 с.

пародиле

ç.с. Пĕр-пĕр жанрăн е хайлавăн (произве-денин) хăй евĕрлĕхне, паллă çыннăн манерне тăрăхласа евĕрле. Ухсай хăй поэмине çав жанр [эпос] паллисемпе килĕшӳллĕн пуçласа ярать, çав вăхăтрах вĕсене пародилет те. ЧЛ, 1994, 11 кл., 28 с. Халĕ эпĕ И.Вдовина пек юрлама, Кĕлпук мучи евĕр пуплеме пĕлетĕп... М.Горбачева пародилеме пултаратăп. Т-ш, 1998, 2 /, 2 с. Пĕри эстрада çăлтăрĕсен юррисене пародилесе шăрантарчĕ. Х-р, 11.04.2001, 1 с.

партократ

ç.с., сивл. Партократи йышĕнчи çын. [Б.Ельцин] ĕлĕкхи партократсен чирĕпех чирлет. А.Емельянов //Х-р, 30.06.1992, 3 с. Демократсем партократсене хирĕç кĕрешме тытăннă тапхăр... Х-р, 15.09.1992, 2 с. Чăвашла пĕр сăмах та калайман партократ валли пукан кирлĕ пулнă. Х-р, 25.12.1997, 3 с. — ĕнерхи партократ (Х-р, 24.09.1992, 2 с.); ĕлĕкхи партократ (В-х, 1992, 12 /).

патент

п.п. Услам ĕçĕпе (бизнеспа) аппаланма ирĕк паракан документ. Патентсăр услам тăвакансем... К-ш, 4.09.1927. Муççа Наташĕ ... шăкăр-макăр суткалатчĕ пĕр па-тентсăр-мĕнсĕрех. Я.Ухсай, 1952, 85 с. Предпринимательсем ... коммерци ĕçĕ-хĕлĕпе аппаланнă чухне ятарласа патент туя-наççĕ... Патент илнисене тавар сутнишĕн тытакан налукран хăтараççĕ. Х-р, 8.10.1998, 2 с.

пăнчă

п.п. Пĕр-пĕр ĕç-пуç (суту-илӳ, вăрçă-харçă) пулса иртекен вырăн. Тепĕр ирхине ... унăн тусĕсем хулари суту-илӳ «пăнчисене» сырса илнĕ. К-н, 1967, 6 /, 4 с. Пирĕн районта пурĕ 120 суту-илӳ пăнчи. К-н, 1981, 16 /, 9 с. Вăл та çавнашкал бизнес пуçарнă, виçĕ «пăнчă» тытса тăнă. Х-р, 11.04.2001, 1 с. «Вĕри пăнчăна» пĕр хăрамасăр каякан хĕрарăм юрăç тупăнĕ-ши тата. Х-р, 11.10.2000, 2 с. — танл., хĕрӳ «точкăсем» (Х-р, 27.07.2001, 4 с.).

пейĕт

п.с. Балладăлла сюжетлă (синкерлĕ ĕç-пуçа сăнлакан) халăх юрри. Хăш-пĕр чăваш пейĕчĕсем тутар халăхĕн баичĕсене питĕ çывăх. ХЭ, 1996, 21 с. Çак тискерлĕх çинчен пăлхар-чăвашсен пĕр пайăт упранса юлнă. А.Т.-Ыхра, 2000, 92 с. Эс ... пейĕтре хăварнă ху ятна. Я-в, 1997, 7 /, 68 с. — пейĕт хыв (Х-р, 10.01.2002, 3 с.); — танл., Ашмарин, IX, 152 с.

пайăт

п.с. Балладăлла сюжетлă (синкерлĕ ĕç-пуçа сăнлакан) халăх юрри. Хăш-пĕр чăваш пейĕчĕсем тутар халăхĕн баичĕсене питĕ çывăх. ХЭ, 1996, 21 с. Çак тискерлĕх çинчен пăлхар-чăвашсен пĕр пайăт упранса юлнă. А.Т.-Ыхра, 2000, 92 с. Эс ... пейĕтре хăварнă ху ятна. Я-в, 1997, 7 /, 68 с. — пейĕт хыв (Х-р, 10.01.2002, 3 с.); — танл., Ашмарин, IX, 152 с.

песук

п.в. Хăйăр пек вĕтĕ сахăр; песок. Пĕрин алли янтă песук патне туртăнать. К-н, 1982, 1 /, 3 с. Кĕске хушăрах икĕ михĕ песук, 800 килограмм тырă ĕçлесе илтĕм. Х-р, 17.07.1992, 2 с. 80-мĕш çулсен вĕçĕнче ... пĕр кило песукшăн епле хĕпĕртенĕ. Х-р, 24.01.1996, 3 с. Пĕр литр шыва 80 грамм песук, 50 грамм тăвар ямалла... Ч-х, 1999, 14 /, 8 с. — сахăр песукĕ (Х-р, 22.04.1993, 1 с.; Х-р, 4.08.1993, 1 с.).

петтинг

ç.с. Арлăх çыхăнăвне кĕмесĕр пĕр-пĕрин ачаш вырăнĕсене сĕртĕнсе (чуп туса, тăрмаласа т.ыт.) киленни; савăшу вăййи, ачашлану (туп.). Ачаран иртсе пăча шайне çиткелесен, 15—16 çулсенче, кăмăла онанизмпа тата петтингпа тивĕçтереççĕ. Я-в, 1991, 3 /, 32 с. «Петтинг» сăмах эрогенлă зонăсене ачашласа туйăмсене вăратнине пĕлтерет. С-х, 1998, 7 /, 4 с. «Сивĕ» хĕрарăмсем петтингпа усă кураççĕ, кун пек чухне вĕсем оргазм та туяççĕ. ÇХ, 1999, 10 /, 5 с.

пĕршухăшлăх

п.с. Тĕрлĕ çынсем шухăш-кăмăлпа пĕр майлă пулни; пĕр пек шухăшлани. Тĕнчери пĕршухăшлăх вăйĕ çине таянса Сальвадор патриочĕсем ... кĕрешĕве малалла тăсаççĕ. КЯ, 1982, 99 /, 3 с. Тăватă çулта пĕрре ирттерекен спортпа пĕршухăшлăх уявĕОлимпиадакилсе çитрĕ. Х-р, 22.07.1992, 4 с. Сатирик «Раççейре пĕршухăшлăха вăя кĕртесси çинчен» проект сĕннĕ. Х-р, 14.03.1996, 3 с. — ВЧС, 1971, 180 с., 735 с.

пĕтер

п.п., калаç. Ар вăрлăхне юхтарса кăлар; арлăх ки-ленĕçне туй. Юлашки вăхăтра манпа ăнланмалла мар япаласем пулса иртеççĕ, е ар органĕ тăми пулать, е питĕ хăвăрт пĕтеретĕп. С-х, 2000, 37 /, 4 с. Секс енчен те йĕркеллех... Пĕр кăлтăк çеç пур. Саша пĕтернĕ чухне ытла хытă кăшкăрать. Х-р, 20.09.2003, 13 с.

пиар

ç.с. Халăх кăмăлне пĕр-пĕр çынна (йыша, пулăма) майлă е хирĕç çавăрни. Унăн ĕçĕпиар. Хăй вăхăтĕнче вăл «Метро» мюзиклăн пиар-менеджерĕ пулнă. ÇХ, 2001, 21 /, 8 с. «Хура технологи» е «хура пиар» ... нумайăшне кăмăла каймасть... Тĕп пултăр хура пиар! Х-р, 6.10.2001, 2 с. Пиар тени «хура» та, «шурă» та пулма пултарать. Х-р, 9.10.2003, 2 с. — танл., пиаркампани (Х-р, 16.03.2000, 23 с.); пиар-технологи (Х-р, 19.12.2001, 1 с.).

плейер

ç.с. Аудиоплейер (туп.). Вăрланă япаласен списокĕ пĕр страницăна та вырнаçмĕ, 100 плейер, 31 видеомагнитофон... Х-р, 13.10.1992, 3 с. Ашшĕ-амăшне вара видика е плейера тусĕсенчен вăхăтлăха ... илтĕмĕр тесе улталанă. ÇХ, 2001, 33 /, 8 с.

плей-офф

ç.с., спорт. Пĕр-пĕр спорт вăййине хутшă-накан командăсем юлашки тапхăрти тĕл пулусенче тухса ӳкмелле («выляса ятăн — тухса кайрăн» йĕркепе) выляни. Чемпионат вĕçленес умĕн малти тăватă вырăна палăртма вăйăсене «плей-офф» йĕркипе ирттереççĕ. Х-р, 29.10.1996, 4 с. Халĕ ĕнтĕ чемпионатра [баскетбол ăмăртăвĕнче] «плей-офф» йĕркипе вăйăсем пуçланаççĕ. Х-р, 11.04.1998, 8 с.

политканаш

ç.с. Пĕр-пĕр политика организацине ертсе пыракан йыш. «Пĕрлĕх» юхăм малашне парти пулса тăрассине... юхăмăн политканашĕ хăйĕн анлă ларăвĕнче пĕлтернĕ. Х-р, 12.05.2000, 1 с. П.Краснов«Пĕрлĕх» партин республикăри организацийĕн политканашĕн ертӳçи. ÇХ, 2001, 39 /, 2 с. [РСДП] Политканаш йышне Чăваш халăх писательне М.Юхмана та кĕртнĕ. Х-р, 4.12.2001, 4 с. С.Станкевич ... СПС политканашĕнче тăрать. Х-р, 14.03. 2003, 3 с.

популист

ç.с. Çăмăлттайла тем те пĕр шантарса халăх кăмăлне çавăракан чыссăр политик. Жириновский пек популист-политиксем кăмăла хуçаççĕ. Х-р, 6.03.1994. «Пĕрлĕх» популистсен, чарăнми калаçма юратакансен дискусси клубĕ мар. Х-р, 4.03.2000, 1 с.

порноçăлтăр

ç.с. Аскăнла фильмсенче (е журнал-сенче) ӳкерĕнсе чапа тухнă çын; порнографи çăлтăрĕ. Сильвия Бурдон кам-ши, пĕр-пĕр «порноçăлтăр»-ши. Х-р, 22.10.1992, 1 с. В.Жириновский ку ӳкерчĕкре... порноçăлтăрпа юнашар. ÇХ, 1999, 13 /, 8 с. Çара кăкăрне кăтартнă Коринна эротомансемшĕн чăн-чăн порноçăлтăр пек туйăннă. Х-р, 12.07.2002, 3 с.

потенци

п.с. Арçыннăн ар çыхăнăвне кĕмелли хевти; ар пултарулăхĕ (туп.). Потенципĕр-пĕрне юратма пултарни. Я-в, 1991, 1 /, 32 с. Организма çирĕплетме тата потенцие ӳстерме арçынсен кашни кун вĕлтĕрен чейĕ ĕçмелле. С-х, 1998, 7 /, 1 с. Вĕсем çак сĕтре [кăкăр сĕтĕнче] потенцие ӳстерме пулăшакан япаласем пур тесе шутланă. ÇХ, 2000, 39 /, 11 с.

ппэ

ç.с., кĕск. Пĕрлехи патшалăх экзаменĕ; ЕГЭ. РФ вĕрентӳ министрĕн ППЭ пирки иккĕленӳ çук ĕнтĕ. ÇХ, 2001, 39 /, 1 с. ППЭ кашни ăслă, пултаруллă çамрăках малалла вĕренме çул уçса парать. Т-ш, 2001, 39 /, 3 с. ППЭре пĕр пек паллă илнисем «ала витĕр» тухаççĕ. Х-р, 16.07.2002, 2 с. — ППЭ ирттер (ÇХ, 28. 09.2001, 1 с.); ППЭ кăтартăвĕсем (Т-ш, 2001, 40 /, 5 с.).

презентаци

ç.с. Çĕнĕ япалапа, пултарулăх ĕçĕпе курăмлă паллаштарни, ăна йышлăн хăтлани; кăтарту (туп.). Ун чухне Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕнче «Аван-ин» презен-тацийĕ иртрĕ... Унччен Шупашкарта пĕр презентаци те пулман. ÇХ, 1998, 49 /, 9 с. Кунта пĕлтĕр ... пастеризациленĕ сăра тултаракан линин презентацине йĕркелерĕç. ХС, 1999, 2 /, 1 с. — архив презентацийĕ (Х-р, 30.09.1992, 3 с.); юрăсен презентацийĕ (Х-р, 20.01.1994, 4 с.); кĕнеке презентацийĕ (Х-р, 3.06.1997, 4 с.); хаçат презентацийĕ (ÇХ, 1998, 19 /, 1 с.); альбом презентацийĕ (Т-ш, 1998, 2 /); пластинка презентацийĕ (Х-р, 13.04.2001, 3 с.); — презентаци ирттер (Х-р, 20.01.1994, 4 с.; ÇХ, 1999, 8 /, 12 с.); презентацире пул (Х-р, 3.06.1997, 4 с.; ХС, 1999, 11 /, 4 с.).

презерватив

п.с. СПИДпа венери чирĕсенчен сыхланма тата çие юласран упранма пулăшакан ятарлă хатĕр; сыхлăх йĕнни. Презервативпа усă курни СПИД çулне пӳлме пултарать. Т-ш, 25.09.1991, 6 с. Чăваш халăхĕ халĕ те презерватив тенине çĕр тĕпне анса каймалла усал сăмах вырăнне хурать. ÇХ, 1999, 9 /, 4 с. Йӳнĕ, япăх пахалăхлă презервативсем хăш-пĕр чухне СПИД вирусне чараймаççĕ. Ар, 2002, 34 /, 3 с.

пресс-служба

ç.с. Пĕр-пĕр учрежденин информаци пайĕ. ШĔМ пресс-служби «Çамрăксемнаркотиксене хирĕç» акци вăхăтĕнче халăха кăтартма ятарласа 12 минутлăх фильм ӳкернĕ. Х-р, 24.10.2000, 4 с. Пирĕн спартакиадăра регионти хаçатçăсене çеç мар, ... тĕрлĕ ведомствăн пресс-службинче тăрăшакансене те курас килет. Х-р, 9.07.2003, 3 с. — ЧР прокуратурин пресс-служби (ХС, 1999, 2 /, 1 с.).

прихватизациле

ç.с.,сивл. 1. Саккуна пăсса, чыс-сăрла хăтланса приватизациле (туп., 1). Çĕр çынна ĕçрен кăларни — предприятие прихватизациленин итогĕ. Х-р, 4.08.1993, 1 с. Вăл профсоюз УАЗне 7 пуспа «прихватизацилесе» хăйĕн гаражне чикнĕ. ÇХ, 1997, 20 /, 2 с. 2. Ют пурлăха ярса ил; вăрла, çарат. Автобуса «прихватиза-циленĕ» [Пуçелĕк]. ХС, 1999, 32 /, 2 с. Пин тенкĕлĕх ытла тавара «прихватизациленĕ»... кукăр алăллисем. К-н, 1999, 4 /, 3 с. Вăл [ĕçлĕ çын] килте çук чухне пĕр пĕлĕшĕ çамрăксемпе каварлашнă, усламçăн пурлăхне «прихватизацилеме» шут тытнă. Х-р, 25.02.2000, 2 с.

прихут

ч.с. Пĕр-пĕр тăрăхри чиркӳ тата унта çӳрекен йыш. Богослови кандидачĕн диссертацине чăваш прихутĕнче ĕçлесе хӳтĕлерĕм. Х-р, 15.09.1992, 4 с. Пачăшкă прихутсен шучĕ хăвăрт ӳснишĕн кăмăлсăр. ЧÇ, 1998, 11 /, 4 с. Петĕр атте ĕçлеме пуçланăранпа прихутри тĕне ĕненекенсем кĕлĕ çуртне ытларах çӳреме тытăннă. Х-р, 21.10.2000, 2 с. — прихут канашĕ (Х-р, 4.08.2000, 4 с.); чиркӳ прихучĕн старости (Х-р, 11.08.2000, 2 с.).

пулу-иртӳ

ç.с. Иртнĕ лару-тăру; ĕç-пуç, пулăм. Айван пулу-иртӳ кĕртсе ярать чунна ... пĕлмен вăййа! Г.Айхи, 1988, 15 с. Вăл [«Ялта» драмăри Ванюк] тулаш тĕнчери пулу-иртӳсем çинчен шухăшласах та каймасть. В.Егоров, 1989, 31 с. Пĕр хулари пулу-иртӳ. К.Бельман, 1999, 177 с.

пуçелĕк

ç.п. Пĕр-пĕр хайлавăн (произведенин) е унăн пайĕн ячĕ; заголовок. (Çак словарьте усă курнă çĕнĕ пĕлтерĕш).

пхк

ç.с., кĕск., кив. Патшалăх хăрушсăрлăхĕн комитечĕ; КГБ. Çырансăр юхакан самана варринче Патшалăх Хăрушсăрлăх Комитечĕ (ПХК, вырăсла КГБ) ... пăхса ларать. Н.Исмуков //Я-в, 1991, 5 /, 7 с. Суйлавçăсен пĕр пайĕ Путиншăн сасăлама хăраса тăрĕ, çакă унччен вăл ПХКра ĕçленипе çыхăннă. Х-р, 24.03.2000, 2 с. Миша ПХК (КГБ) полковникĕччĕ. Х-р, 11.10.2001, 3 с.

пысăклату

п.с., лит. Çыравçă (калавçă) пĕр-пĕр пулăма е пахалăха курăмлă кăтартмашкăн вышкайсăр ӳстерсе сăнлани; гипербола. «Дон шывне ĕçсе пĕтерем...»оригиналĕнче кунашкал пысăклату (гипербола) çук пек. П.Хусанкай, 1977, 73 с. Ылтăн мăйракаллă пăлана ... пысăклату мелĕпе (гиперболăпа) кăтартнă, «мăйраки пĕлĕте перĕнет...». ЧС, 1994, 8 кл., 49 с. — танл., мăнлату «гипербола» (П.Метинпа А.Мефодьев, 1997, 28 с.).~~

ăстăвăм

п.с. Пултарулăх ĕçĕн çимĕçĕ (тупсăмĕ); произведени, хайлав. Шыравра çуралнă сăмахсем, ăстăвăм, ĕçтеш,... çутлăх, йĕркепĕрĕн т.ыт.те. Вуншар çĕнĕ сăмахпа пуянлатнă сăвăç [Митта В.] тăван чĕлхемĕре. Ю.Артемьев, 1984, 29 с. Мелос — музыкăллă ăстăвăмра кĕвĕллĕ ен палăрса тăни. Г.Айхи, 1988, 11 с. Текерлĕк, ... юрру санăстăвăм уççийĕ. Н.Исмуков, 1990, 89 с. Паллах, ӳнерĕн тĕрлĕ ăстăвăмĕ пĕр пекех паха пулса тухаймасть.ЧС, 1994, 8 кл., 7 с.

ĕçтеш

ç.с. 1. Ыттисемпе пĕр йышши ĕç тăвакан çын; коллега, партнçр. Çак ыйтусене митинг хыççăн хама та, ĕçтешсене те, йăхташсене те паратăп. П-н, 1990, 2 /,11 с. Милици генерал-майорĕ Е.Салмин хăйĕн ĕçтешĕсемпе пĕрле ... Я-в, 1995, 10 /, 85 с. Çапла пурăнатчĕ, ĕçлетчĕ журналистикăри ĕçтешĕмĕр. Т-ш, 1999, 32 /, 2 с. Элĕк район судйи Г.Скворцов вара ку енĕпе ытти ĕçтешĕсенчен уйрăларах тăрать. ХС, 1999, 19 /, 2 с. 2. Сотрудник, работник, ĕçчен. Пирĕншĕн, кафедра ĕçтешĕсемшĕн, асран кайми кун. Х-р, 2.10.1998, 22 с. «Мечта» парикмахерски ĕçтешĕсем таçти пĕлĕтри шухăшсене путнă пулас. ÇХ, 17.04.1998, 4с. —ăслăлăх ĕçтешĕ (А.Т.-Ыхра, 2000, 7 с.); гуманитари институчĕн ĕçтешĕсем (АМХ, 2001, 7—8 /, 8 с.).

Чăваш чĕлхин ретроспективлă ăнлантару словарĕ

ангел

пирĕшти; хыпар калакан; ӳтсĕр сывлăш, чĕрĕ сывлăш. Вăл (Захария. – Э.Ф.) чиркĕвĕн вăта çĕрти пӳлĕмне ладон шăрши кăларакан пӳлĕмĕн сылтăм енче Ангела (пирĕштие) курнă [Священная 1883:65]; Ангел тенĕ сăмах чăвашла хыпар калакан тени пулать [О святых 1892:4]; Харпăр Святой ушкăнĕсен тропарĕсемпе кондакĕсем. Ӳтсĕр сывлăшсенĕн (ангелсен) [Молитвенник 1896:46]; Пуринчен малтан Вăл темĕн чухлĕ чĕрĕ сывлăшсем (ангелсем) пултарнă, çав чĕрĕ сывлăшсем пурте пĕр çылăхсăр, тап-таса пулнă [Поучение 1897:3–4].

архиерей

чиркĕве пăхса ун ĕçĕсене туса вĕрентсе тăракан пуçлăх. Чиркĕве пăхса ун ĕçĕсене туса вĕрентсе тăракан пуçлăхсем те (архиерейсем) çав апостолсенчен юлнă йăлапах алă хунă тăрăх пĕр-пĕринчен хăйсен ĕçĕсене туса пурăнма Святой Сывлăш тивлетне илсе пыраççĕ [Наставление 1896:142].

аслă

малтан çурални; пысăк. Малтанхи йывăрлăхĕнче Египет çĕрĕнчи шыв пĕтĕмпех юн пулса тăнă, кайранхи йывăрлăхĕнче Египетри пур тĕрлĕ чĕрĕ чунтан та малтан çуралнисем (аслисем) вилсе пĕтнĕ [Наставление 1896:42]; Пĕр Ниагара шывех сиксе 17000000 лаша вăйне пама пултарнă тет, анчах çакăн пек аслă (пысăк) шыв вăйĕсем халĕ ахалех выртаççĕ [Никольский 1988:81].

ахăрсаман

(хальхилле ахăр самана) тĕнче пĕтес вăхăт. Ахăрсаман (тĕнче пĕтес вăхăт) кунĕнче пурĕ-пĕр пур халăх та Стампула пухăнмалла … [Архипов 1984:294].

бамбук

хăмăш пек хăвăл йывăç. <…> тата унта пĕр тĕрлĕ хăмăш ӳсет; курсан хăмăш темĕн, йывăç тийĕн: ун туни пĕрене пысăккĕш пулать, анчах ăшĕ хăвăл, çавăнпа çăмăл та! Ăна бамбук теççĕ [Хыпар 1906, № 12:185].

банзай

Япония çыннисем ура! тиесси вырăнне кăшкăракан сăмах. Пĕр çын салтакран Япония çыннисем ура! тиесси вырăнне урăх тĕрлĕ кăшкăрнине маннă, вĕсем темле кăшкăраççĕ тетчĕ-ха тесе тăрать манпа калаçнă чух. Эпĕ каларăм: вĕсем банзай! тесе кăшкăраççĕ терĕм [Хыпар 1906, № 19:299].

баржа

кимĕ. Пĕр кимĕ (баржа) пристань çумĕнче хатĕр тăнă … [Телешов 2001:61]; … начальство чирлĕ çынсене баржа (кимĕ) çине кӳртмест … [Акимов 2001:62].

башня

çӳлĕ çурт. Хĕрне чун пек юратса Диоскор хĕрĕ валли пĕр çӳлĕ çурт (башня) тутарнă <…> [Житие 1902:1].

библиотека

кĕнекесем хуракан вырăн; кĕнеке пуххи. Унта лайăх кĕнекесем нумай (библиотека) пулнă [Святой 1896:5]; Школасем, библиотекасем (кĕнекесем хуракан вырăн, кĕнекесем пухувĕ), читальнясем (хаçетсем, кĕнекесем вулакан вырăн) хаçетсем кăларас тесен ялан канчĕрлесе тăраççĕ [Хыпар 1906, № 34:533]; Чăвашсем çĕнĕ Раççĕйра ытти халăхсемпе пĕр тан пулĕç: <…> асăнмалли чăваш япалисене пуххисем (музейсем), кĕнеке пуххисем (библиотекăсем) пулĕç <…> [Комиссаров 1918:39].

браунинг

револьвер; кĕске пăшал. Каçпа пĕр 9 сехет тĕлĕнче ун патне пĕр пĕлмен хĕр пырса браунинг тиекен револьвертен пиллĕк хут унăн çурăмне пенĕ те генерала çавăнтах вĕлернĕ [Хыпар 1906, № 33:520]; Таможняна пĕр офицер 10 салтакпа урапасемпе пынă та кирлĕ хутсене пурне те таможняра ларакан чиновника кăтартса пире кунта 9 ящик браунинг тиекен кĕске пăшалсем илме ячĕç тенĕ [Хыпар 1906, № 33:521].

ватти

çурт пуç çынни; вилни. Ачамсем, кашни кил-йышра ватти (çурт пуç çынни) пур, кашни килте ватти – е ашшĕ е аслă ашшĕ, е пиччĕш, е хăйпе пĕр тăван пиччĕш пулать; çапла кашни килте кам та пулин ватăраххи çурт пуç çынни пулать; кил-йышĕсем унпа канаш тумалла, ăна итлесе пурăнмалла [Объяснительные 1903:65]; Ваттисене (вилнисене) асăннă чух кутия е харпăр хăй пылне илме, Турă шыва кĕнĕ праздникре святой шыв илме тата Христос Иерусалиме мухтавлăн кĕнĕ праздник кунĕ кăчăкă илме пит тăкăсланса, васкаса пыраççĕ [Наставление 1905:9].

вăрă

тĕшĕ. Çапла пĕр чечекпе тепĕр чечеке пустарнипе (çыхлантарнипе) курăкăн вăрри (тĕшши) пулать [Хабачев 1910:19].

вече

вырăссем хăйсен ĕçĕсем çинчен канашлама пухăннă пуху; пĕр-пĕр пысăк ĕç тумалла пулсан славянсем пĕр хулана пухăва пухăнни. Авал пĕр вăхăтра вырăссем те çаплах пурăннă, вĕсем хăйсен ĕçĕсем çинчен канашлама пухăва (вечăна) пухăннă [Шершеневич 1906:3]; Пĕр-пĕр пысăк ĕç тумалла пулсан славянсем пĕр хулана пухăва пухăннă. Çав пухăва вĕсем вече тенĕ [Рассказы 1909:4].

вире ял, вирьял

Атăл тăрăх çӳлелле пурăнакан чăвашсем; тури чăвашсем. Çапла ют çынсенĕн сăмахĕсене йышăнса хутăштарса калаçаканнисене кĕсем хăйсенчен Атăл тăрăх çӳлелле пурăнаканнисене вире ялсем тенĕ [Хыпар 1906, № 6:91]; Эпĕ çавăнпа тури чăвашсемпе (вирьялсемпе) анатри чăвашсем пĕр-пĕринчен пайтах уйрăм халăх-тăр тетĕп [Тимофеев 2002:38].

водянка

шыв чирĕ. Унăн сывлăхĕ начарланса пынă, çапла вăл тата пĕр ултă çул ĕçнĕ те шыв чирĕпе (водянка) вилсе кайнă [Эрех 1911:6].

дворовый

(хальхилле дворовăй) улпутăн хăй патĕнче тăракан. Дворовый (улпутăн хăй патĕнче тăракан) хресченсене ирĕке кăларнă чух пĕр татăк çĕрсĕрех кăларса янă [Хыпар 1906, № 33:518].

директор

пуçлăх; школасене пăхакан пуçлăх. Чи малтан эпĕ Николай Ивановича 1872-мĕш çулта Хусана вĕренме кайсан курса палларăм. Вăл эпир вĕренме кĕнĕ семинарияра пуçлăх (директор) пулса тăратчĕ [О Николае 1893:4]; Земство пĕр-пĕр школа тăвас тесен малтан школасене пăхакан пуçлăхсенчен (инспекторпа директортан) ыйтас пулать [Хыпар 1906, № 13:204]..

доверенный

(хальхилле довереннăй) шанчăклă çын. Савăтăн ĕçĕсене пăхса пĕлсе тăма хресченсем хушшинчен пĕр шанчăклă çын (доверенный) суйлаççĕ … [Франкфурт 1913:22].

доли

золотникĕн 96-мĕш пайĕнчен пĕр пайĕ. 1906 çулта январьпа февраль уйăхĕнче «Лаборатория Государственного банка», «Алтайский», «Кустоморский» ятлă савăтсенчен ылттăн мĕн пурĕ 152 пăт, 2 кĕрепенке, 38 золотник 79 доли тупнă (доли тесе золотникĕн 96-мĕш пайĕнчен пĕр пайне калаççĕ) [Хыпар 1906, № 19:296].

ещĕк

арча. Пĕр çын пушăтран лайăх чĕркесе çыхнă ещĕк (арча) илнĕ, унта вакла-вакла хунă çын ӳчĕ пулнă [Беседа 1910:11].

закон

йăла; Иисус Христосăн пĕлĕт çинчи аслă сăмахĕ. Çакăнтан пурăр та ĕçĕр, çакă Манăн сирĕншĕн те ытти нумай çынсемшĕн те çылăхĕсене каçарасшăн юхтарнă çĕнĕ закон (йăла) юнăм [Церковные 1883:78]; Иисус Христос вĕсене пурне те лайăх ăнлантарасшăн вĕсене юмахпа кала-кала вĕрентнĕ, çĕр çинчи пĕр-пĕр пĕлмен япала çинчен юмах каласа Вăл хăйĕн пĕлĕт çинчи аслă сăмахне (законне) пур çынна та лайăх ăнламалла тунă [О боге 1891:76]; Еврейсем çак Турă каланă вунă тĕрлĕ пурăнăç йĕркине (закона) итлесе пĕтерсен хăраса Моисее каланă: Турăпа калаçма эсĕ ту çине ху кай; Вăл сана мĕн калĕ, эпир çавна пурне те тума тăрăшăпăр тенĕ [Наставление 1896:45]; Патшалăх Пухăвĕ законсем (йĕркесем) кăлармалла пултăр <…> [Хыпар 1906, № 2:18].

землемер

çĕр виçекен. Çĕр виçекен (землемер) ав çурта та, чиркĕве те çывăха пымасăрах виçсе илет, çырма урлăшне, лачака урлăшне аякранах виçет, куçпа пăхать те хут çине ӳкерет [Беседы 1906:17]; ăна пире пĕр çĕр виçекен (землемер) вĕрентсе хăварчĕ [Селивановский 1910:22].

илемлĕ

хӳхĕм. Унта вăл тăпрана сирсе пăхнă та пĕр пĕчĕкçĕ илемлĕ (хӳхĕм) япала тупнă <…> [О святой 1895:6].

инспектор

школасене пăхакан пуçлăх. Земство пĕр-пĕр школа тăвас тесен малтан школасене пăхакан пуçлăхсенчен (инспекторпа директортан) ыйтас пулать [Хыпар 1906, № 13:204].

ичел

(хальхилле элчел) вилĕм. Василий каланă: ман çук япалана илеймĕн, ют çĕре ярасран та хăрамастăп, кирек ăçта та Турă çĕрĕ; вĕлерттерсен мана ырăлăх тăвăн: ичел (вилĕм) мана Туррăмпа пĕр çĕре хутшăнтарĕ тенĕ [Евангелие 1879:130]; Çав çĕнĕ кĕнĕ çук йĕкĕте тутăр парса янă; ярсан вăл хуçи хушнипе нимĕн пĕлмесĕр ичеле (вилĕме) кайнă [Букварь 1880:36].

йăпăлтат

икĕ чĕлхеллĕ пул. Ку йĕркинче Турă пире çын çинчен суя суйса калаçма, суя хыпар сарма, элек пама, икĕ чĕлхелĕ пулма (йăпăлтатма) кирек мĕнле суяпа та çынна пĕр сиен те тума хушмасть [Наставление 1896:160].

йăран

ана чикки; пилĕк çĕр тăваткал чалăш. Çавăнпа анасем чиккине (йăрансене) тухнă усăсăр курăксене чечеке ларичченех çăлса тăкас пулать [Каким 1911:2]; Çакăн пек суха пуçп, ырхан лашапа кунне пĕр хăрах йăрантан (пилĕк çĕр тăваткал чалăш) мала сухалас çук [Степанов 1908:7].

йăх

пĕр çемьере ашшĕ-амăшĕ, ывăлĕсем, ывăлĕсен ачисем, пурте пĕр çĕрте пурăнакан çынсем. Пĕр çемьере ашшĕ-амăшĕ, ывăлĕсем, ывăлĕсен ачисем, пурте пĕр çĕрте пурăннă. Вĕсем çемйинче темиçе çын пулнă. Çав çемьене вĕсем йăх тенĕ [Рассказы 1909:4].

йăшăк

салху. Кĕтӳре пĕр-пĕр выльăх йăшăк (салху) çӳрет пулсан, апат начар çиет пулсан е кĕтӳрен юлса пырать пулсан кĕтӳçĕн ăна часрах киле илсе тавăрăнса урăх выльăхсенчен уйрăм хупас пулать [Сельский 1910:25].

йĕкев

патпилка. Пĕр пăсара пăхăрçă патне кĕнĕ те ун йĕкевне (патпилкине) çулама тытăннă [Первая 1909:6].

картахви, карттахви

çĕр улми. Икĕ çынна пĕр чашкă картахвипе (çĕр улмипе) тĕрлĕ пахча çимĕçĕ хушса пĕçернĕ купăста яшки ларать … [Николаев 1988:145]; Хыçа пурте карттахви акаççĕ. (Кунта паранкă та темеççĕ, çĕр улми те темеççĕ [Тимофеев 2002:70].

картлаç

пусма, чикмек. Перпетуя пăхнă та çĕртен пĕлĕте çитекен карлаç (пусма, чикмек) тăнине курнă: çав картлаç йĕри-тавра тĕрлĕ хĕç-сăнăсем выртнă, картлаçăн аял вĕçĕнче пĕр çĕлен çынсене картлаç çине улăхтарас мар тесе явкаланса выртнă [Избранные (февраль) 1904:8].

кас

я.я. урам. Тата камран та пулин çыру илсен те çавăн пекех тарăхса пĕтетĕн: пĕрин патне йăтса каян – килте çук, тепĕрин патне пыран – вулаймасть; çапла хăш чухне пĕр çыру вулаттарасшăн пĕтĕм касса (урама) çавăрăнатăн; тата вăл çырура те ют çын пĕлмелле япала çинчен çырнă, те çук, ăна пĕлместĕн [Абрамов 1988:178].

килĕштерӳ

тӳрĕлĕх. Çавăнпа ĕнтĕ мĕн килĕштерӳ (тӳрĕлĕх) кӳрекеннине, мĕн пĕр-пĕрĕмĕре ăса кӳртекеннине шырар [Послания 1903:69].

корăмлăх

(хальхи литература чĕлхинче çук) çимелĕх. Тырă акнă хыççăн выльăхсем валли çимелĕх (корăмлăх) пĕр-пĕр урăх япала – курăк-и е кавăнь, çĕр улми, выльăхсен çитерекен чĕкĕнтĕр аксассăн çĕр вара хура пусăри пек канса выртать, мĕшĕн тесен выльăхсем валли çимелĕх акнă курăксем çĕртен тырăсен туртса илекен çимĕçне мар, урăх çимĕçе туртса илеççĕ … [Франкфурт 1913:2].

кумăт

кунтă. Пĕр ырă кăмăллă çын хăйĕн ачине монастыре икĕ кумăт (кунтă) çиме леçсе пама хушнă [Избранные 1905:45].

кун хисепĕ

числа. Хăш-хăш праçник çулленех пĕр уйăхра килет, кун хисепĕ те (числи те) улшăнмасть [Çулталăк 1903а:3].

купис

хуçа. Пĕр пуян купис (хуçа) таварне карап çине тиесе Африка тиекен çĕр-шыва кайнă [Добродетельные 1910:15].

кутамкка

хыçала хутаç. Пĕр-пĕр кутамкка (хыçала хутаç) çакса туя тытса пыракан вырăса-мĕне, çул пырана курсан е пĕр-пĕр тутара туя тытса пынине курсан таçтан-таçтан хурăн тĕлĕпе-хурăн тĕлĕпе пытана-пытана, ана çинчен-мĕнтен курăнми-курăнми тараттăмăр хуртсем патнелле е киле килнĕ чух пулсан – килелле [Тимофеев 2002:331].

кӳршĕ

пускил. Пĕр çын кăна унпа чирлетĕр, мехер кӳршĕсем (пускилĕсем) чипер унтан сыхланса тăмасан часах вăл çав çынтан вĕсем çине сикет, вĕсенчен ыттисем çине… [Халер 1908:1]; Пĕр килте скарлатинапа выртакан пулсан вăл киле кӳршĕсем (пускилсем) е аякра пурăнакансем те, ял вĕçĕнчисем те пырса çӳресен вĕсене те скарлатина лекме пултарать [Сборник 1903:41].

лап

нӳрлĕ çаранлăх. Пĕр теçеттина çаран çине 70 – 200 пăт кĕл тăкма пулать. Кĕл нӳрлĕ (лапри) çаранлăхра питĕ усăллă [Çулталăк 1910:41].

левит

чиркӳре священниксене пулăшса тăракан çын. Çавăн пекех пĕр левит те (чиркӳре священниксене пулăшса тăракан çын) унтан иртсе пынă чух ăна пырса пăхнă та иртсех кайнă [Книга 1910:86–87].

легион

пĕтĕм çарă полкки. Вĕсем эпир легион тесе каланă (легион тени пĕтĕм çарă полкки тени) <…> [Евангелие 1879:59]; Вĕсем каланă: легион тенĕ (легион тени пĕр полк тени пулать), мĕншĕн тесен вĕсен ăшне нумай усал сывлăш кĕнĕ [Книга 1910:101].

лепта

пус, вак укçа. Çавăн чухне пĕр мĕскĕн тăлăх арăм пынă та укçа яракан арчана икĕ лепта (икĕ пус) янă [О боге 1891:88]; Пĕр мĕскĕн тăлăх арăм та çавăнта икĕ лепта (икĕ вак укçа) хунине курсан Вăл каланă: чăн калатăп сире: çак мĕскĕн тăлăх арăм пуринчен те ытла хучĕ [Новый 1911:169].

марсельеза

революци юрри. Пурте марсельеза теекен революция юррине юрласа пĕр енелле утнă [Хыпар 1906, № 41:649].

май

çу уйăхĕ. Çу (май) уйăхин малтанхи кунĕсенче Шупашкар енче пит вăйлă çил пулнă [Хыпар 1907, № 15:115]; Апостолсемпе пĕр тан святой Кириллпа Мефодие асăнса уяни, çăв уйăхин (майăн) 11 кунĕнче [Молитвенник 1896:39].

маç

шатрасем пур çĕре, кĕçтекен çĕрсене сĕрмелли эмел. Унтан пĕр ик-виç кунччен каçпала лекĕр панă эмеле (маçе) шатрасем пур çĕре, кĕçтекен çĕрсене, лайăх, нумайччен типсе кайичченех сĕрсе выртас пулать [Сборник 1903:31].

металл

шăранакан хытă япала. Кĕленче савăтĕнче ĕçлекенсем вăл чире кĕленчене вĕрсе хăпартнă чух пĕрин хыççăн тепри пĕр кĕпçерен вĕрнĕрен ертеççĕ, шăранакан хытă япаласене (металсене) çыпăçтаракан ăстасем шăратнă чух вут çине вĕрмелли кĕпçене пĕрин хыççăн тепри хыпса вĕрнĕрен ертеççĕ [Сборник 1903:98].

мирă

(хальхилле миро) çу; хаклă йышши таса нард çăвĕ. Иисус Вифанияра юхан-суранлă Симон çуртĕнче чух Ун патне пĕр арăм алавастăр савăтпа хаклă йышши мирă (çу) илсе пынă … [Матфей 1911:59]; Вăл Вифанияра юхан-суранлă Симон çуртĕнче апат çисе ларнă чух пĕр арăм алавастăр савăтпа хаклă йышши таса нард çăвĕ (мvро) илсе пынă … [Марк 1911:102].

монарх

патша. … вĕсен те, пирĕн те монарх (патша) халăх май пĕр саккун та кăларман [История 1917:7].

музей

асăнмалли япаласен пуххи. Чăвашсем çĕнĕ Раççейра ытти халăхсемпе пĕр тан пулĕç: <…> асăнмалли чăваш япалисене пуххисем (музейсем), кĕнеке пуххисем (библиотекăсем) пулĕç <…> [Комиссаров 1918:38–39].

мунчавăр

(хальхилле мăчавăр) эпи карчăк. Мунчавăрсем (эпи карчăксем) е пĕр килтисемех çăмăлланакан арăма час-часах, ĕçне пĕлмесĕр асаплантарса пĕтереççĕ <…> [Сборник 1903:47].

мусульман пул

тутара тух. Пĕр ырă кăмăллă чăваш хĕрĕ мусульман пулса (тутара тухса) тутар ачине качча каясшăн пулнă [Хыпар 1906, № 12:187].

нафталин

тумтирсене кĕве çиесрен сапакан япала. Нафталин (тумтирсене кĕве çиесрен сапакан япала) икĕ тĕрлĕ: пĕр тĕрли шурă, вĕтĕ тăвар майлă, тепĕр тĕрли патак татки пек [Сергеев 1907:28].

одуванчик

сар чечек. Анчах пĕр хуртăн нихăçан та тĕрлĕ çăнăх пулмасть, мĕншĕн тесен пĕр хурт пĕр йĕшши чечекрен çеç пуçтарать: … хва çинчен сар чечек (одуванчик) çине каймасть … [Хабачев 1910:19].

океан

аслă тинĕс. Япония çĕрĕ шыв варринче: унăн пĕр енче Тихий океан (аслă тинĕс), ытти енĕсенчен Охотское, Японское, Восточно-Китайское тиекен тинĕссем [Абрамов 1988:174].

опиум

вĕлермелли эмел. Пĕр Лебедев ятлă доктор Софронова ятлă хĕрарăма чирĕнчен çăмăллатма ӳтне каснă, лешĕ чăтаймасăр çĕçĕ айĕнчех вилсе кайнă, доктор вара хуйхăрнипе çавăнтах опиум (вĕлермелли эмел) ĕçсе вилнĕ [Хыпар 1906, № 14:213].

пакет

письме. Пăртак тăрсан хайхи офицер каллах çавăрăнса кĕнĕ те «Эпĕ сире полковник вăрттăн [пама] хушнă хута пама астуман» тесе пĕр пакет (письме) кăларса панă [Хыпар 1906, № 33:522].

пар лаша

икĕ лаша. Икĕ йĕрлĕ ака пуç илсессĕн пĕр çынах икĕ (пар) лашапа пилĕк çын сухаланă чухлĕ сухалать <…> [Степанов 1906:5].

паралич тытни

пир йип çапни. Хăш чух тата усал чирлĕ çын ĕçлеме мар, алли-ури сурнипе чух çӳрет, паралич тытнипе (пир йип çапнипе) каска пек пĕр тапранмасăр выртать [Сперанский 1914:4].

парламент

акăлчансен халăх суйласа янă çынсен пухăвĕ; патшалăхăн аслă пухăвĕ; дума. Пĕтĕм халăх пĕр майлă тăнă: улпутсем, пуп таврашĕсем, халăх суйласа янă çынсем* хушмасăр куланай тӳлес мар тенĕ. *Вĕсенĕн пухăвне парламент тенĕ, вăл пирĕн дума пек [Хыпар 1906, № :573]; Стюарт ятлă йăх патшара тăнă чух Англия парламентĕнче* икĕ ушкăн тавлашнă <…>. *Парламент тесе англичансем Патшалăх Пухуне калаççĕ [Хыпар 1906, № 41:632]; <…> пĕтĕм патшалăх валли тухакан пĕрлехи законсене пĕтĕм патшалăхăн аслă пухăвĕпе (парламентпа) килĕшсе кăларать вăл (император. – Э.Ф.) <…> [Автономия 1906:6]; Патшалăха халăх хăй тытса тăракан патшалăхсенче хăш патшалăхра пĕтĕм халăх хăех кăларать, хăш-хăш патшалăхсенче халăх хăй хушшинчен парламента (думăна) суйласа янă çынсем урлă кăларать [Ширновой 1917:15].

партия

(хальхилле парти) ушкăн; пĕр шухăш пулса законсене хăйсем пĕлнĕ пек тăвас тесе пĕрлешнĕ ушкăнсем. Халĕ Россияра кирек мĕнле ушкăна пырса перĕнсен те эсĕ мĕнле ушкăна (партияна) хутшăнан тесе ыйтаççĕ [Хыпар 1906, № 13:202]; Конституционно-демокра­тическая партия** (кадеты) вăл çĕр ĕçне мĕнле тумаллине хăйсем шухăшланă пек Думара каласа кăтартнă <…>. **Партия тесе пĕр шухăш пулса законсене хăйсем пĕлнĕ пек тăвас тесе пĕрлешнĕ ушкăнсене калаççĕ [Хыпар 1906, № 33:509].

пас

рычак. Ухливан вутăш чĕппи кӳлле кĕрсе кайсанах пĕр паспа (рычакпа) пысăк чул хайăрса кăларать те ун вырăнĕнчи шăтăк çине шлепкине тӳпине шăтарса лартать [Тăхти 1988:304].

патриарх

аслă архиерей; Рим хулинчи папа; тĕп ашшĕ. Грек çĕрĕнче пĕр аслă архиерей (патриарх) кĕтӳ кĕтсе пурăннă [Поучения 1904:13]; Мăн кăрлачăн 2-ш кунĕнче тата Рим хулинче папа (патриарх) пулса пурăннă св. Сильвестра (IV-ш ĕмĕрте) <…> асăнаççĕ [Избранные (январь) 1904:12–13]; Вĕсем (Иаковăн 12 ывăлĕ. – Э.Ф.) Израиль халăхин тĕп ашшĕсем пулнă, çавăнпа вĕсене патриархсем теççĕ [Книга 1910:21].

патрон

пăшал пуллин кĕпçи. Французсен пĕр вĕреннĕ çынни Ланглуа ятлă çар пуçлăхĕ çак вăрçăра мĕн чухлĕ снаряд (тупă йĕтĕри), мĕн чухлĕ патрон (пăшал пуллин кĕпçи) пĕтнине хисеп тунă [О войне 1915:8].

пăрахут

вутлă кимĕ. Эпĕ пĕр вăхăтра тырăпа сут тăвакан пĕр пуян çын патĕнче пурăнтăм. Унăн пăрахучĕсем (вутлă кимĕсем) тырă турттарса Атăл шывĕ тăрăх çӳретчĕç, вĕсене ас тума мана хушнăччĕ [Добродетельные 1910:3].

пичетле

пустар. Патшана итлеме кирлĕ мар, Патшалăх Пухувĕ вăл усăсăр, пĕр кулăшла япала анчах пулмалла, унта яма çынсем суйлама кирлĕ мар тесе çырсан вăрттăн çĕрте пичетленĕ (пустарнă) хутсем салатрĕç [Высочайшие 1906:71].

плуг

ака пуç. Плуг (ака пуç) илес пулсан эсир 20–30 тенкĕ тӳлетĕр. Ют патшалăхра плугсем пирĕн çурма хак та çук [Игнатьев 1906:7]; Лашасăр çӳрекен ака пуç (плуг). Америкăра, хăш тĕлте пирĕн патшалăхра та пĕр лашасăр-мĕнсĕр сухалакан ака пуçсем пур [Çулталăк 1913:20].

подполковник

çар пуçлăхĕ. Ораниенбаум хулинче Попов хушаматлă подполковникăн (çар пуçлăхĕйĕн) пĕр ывăлĕ скарлатина чирĕпе выртнă [Отец 1904:43].

поэт

сăвăç. <…> çак ĕçе пĕлес тесен, хамăр чуна усă кӳрес тесен пирĕн сăвăçсемпе (поэтсемпе) те, халăхсем епле пурăнса ирттернине пĕлекенсемпе те, пур çынпа та калаçса унтан вĕренмелле… Çавăнпа тĕрлĕ вĕрентӳ хушшинче пĕр пекрех япаласем пулсан вĕсене вĕренни усăллă [Избранные (январь) 1904:5].

преподобный

çĕр çинчи пурăнăçа пăрахса монах пулса таса пурăнакан çын. Египет çĕрĕнче пĕр Макарий ятлă преподобный пурăннă. (Преподобный тесе çĕр çинчи пурăнăçа пăрахса монах пулса таса пурăнакан çынна калаççĕ) [Училище 1892:26].

пресвитер

священник, пуп. Пĕр пресвитер (священник) хулара çăвăнма тунă вырăна çăвăнма çӳренĕ [Поминовение 1895:14]; Лайăх пăхса тăракан пресвитерсене (пупсене), пуринчен ытла сăмахпа каласа вĕрентекенсене пысăк хисеп тумалла [Послания 1903:189].

причина

япала мĕнтен пулни. Пур революциян та причина* пĕр – халăха хĕстерсе çитерни <…>. *Причина тесе япала мĕнтен пулнине калаççĕ [Хыпар 1906, № 3:576].

программа

1. пĕр-пĕр ушкăн мĕн-мĕн тума, мĕнле тумаллине çырнă хут; мĕнле ĕç тумалли, вăл ĕçсене епле тумалли. Вĕсен хăйсен программысем пур. 1Программа çине пĕр-пĕр ушкăн мĕн-мĕн тума, мĕнле тумаллине çыраççĕ [Хыпар 1906, № 25:401]; Унтан Св. Синод программа*** çырнă та церковный школасем тăва пуçланă. ***Программа – мĕнле ĕç тумалли, вăл ĕçсене епле тумалли [Хыпар 1906, № 33:514]. 2. школасенче ачасене мĕнле вĕрентмелли. Вара патша алă пуссанах Синод çав школасенче ачасене мĕнле вĕрентмеллине (программа) çырса кăларнă [Хыпар 1907, № 8:57].

профессор

аслă шкулти учитель; университетри вĕрентекен. Унтан вăл пĕр Стоу ятлă профессора (аслă шкулти учителе) качча кайнă [Молянов 1988:76]; Çĕнĕ законсемшĕн пуринчен ытла çамрăксем, студентсем, хресченсенчен тухнă нумай вĕреннĕ çынсем, нумайĕшĕ студентсене вĕрентекен учительсем (профессорсем) те тăрăшаççĕ [Хыпар 1906, № 39:603]; Остав теекен хулара университетри профессор (вĕрентекен) Фильд пралук янрани çинчен нумай пулмасть питĕ аван каласа панă [Çулталăк 1914:14].

псаломщик

чиркӳре вуласа-юрласа пурăнакан çын. Тата Св. Димитрий пĕр чиркӳре вуласа-юрласа (псаломщик) пурăнакан çынна тӳрĕ пурнăç çине çавăрнă [Страдание 1897:11]; Агафопод ватă диакон пулнă, Феодул – вулакан (хальхи шутпа псаломщик) çамрăк ача пулнă; вĕсем иккĕшĕ те ырă пурăнăçлă, Турра юрăхлă çынсем пулнă [Избранные 1905:18].

пустар

çыхлантар. Çапла пĕр чечекпе тепĕр чечеке пустарнипе (çыхлантарнипе) курăкăн вăрри (тĕшши) пулать [Хабачев 1910:19].

пуç хĕрлĕ

пуçне аяла туса. … чăн малтан хуртсене йăвинче тĕтĕмпе тĕтрес пулать, вара вĕллине пуç хĕрлĕ çавăрса (пуçне аяла туса) хуртсем пĕсехисене пыл тултарачен пĕр пилĕк минут кĕтсе тăрас пулать [Сергеев 1907:12].

пуянлăх

мул. Эпир те çавăн пекех пĕр вăхăтрах Турăпа пуянлăха (мула) юратса ĕçлесе пурăнма пултараймастпăр [Осмотрись 1900:3].

рак

çиен чир. Доктор патне пĕр арăм пынă. Унăн кăкăрĕ хытти çине çиен чир (рак) тухса араслана пуçланă [Сборник 1903:127].

раскольник

чăн тĕнрен уйăрăлнă çын. Пирĕн хушăра тăшмансем, юмăçсем, пĕр чăн тĕнрен уйăрăлнă çынсем (раскольниксем) нумай, вĕсем хăйсен чуна пĕтерекен вĕрентĕвĕсемпе сире аташтарса хăйсен майлă тăвасшăн, сире çăлакан пĕр чăн тĕрĕс тĕнрен уйăрасшăн тăрăшаççĕ [Поучение 1903:7–8].

революционер

законсене улăштарас тесе правительствăна хирĕç каякан çын. Пĕр енчен революционерсем*, «студентсем» бомбăпа, пăшалпа персе мĕн чухлĕ улпут йышши çынсене вĕлерчĕç. *Революционер тесе законсене улăштарас тесе правительствăна хирĕç каякан çынна калаççĕ [Хыпар 1906, № 33:307].

ресторан

аслă трахтир. Вĕсем «мăйăхсене, сухалсене хырма ан хушчăр, çĕмерĕлнĕ савăтсемшĕн аслă трахтирсенчи (ресторансенчи) расходсе[не], сĕтелсем çине хуракан шăрпăксемшĕн, çыру çырмалли хутсемшĕн укçа тӳлес мар, <…> эрнере пĕр кун канмалăх пултăр» теççĕ [Хыпар 1907, № 14:107].

салтак

çар çынни. Каппадокия çĕрĕнчи Кесария хулинче ун чухне пĕр Христоса ĕненекен Гордий ятлă çамрăк çар çынни (салтак) пулнă [Избранные (январь) 1904:14].

святой

йăвашланса Турă кăмăлне тупса илнĕ Турра юраллă çынсем. Св. – святтой – йивашланза Тор’ кумульнэ топса ильне, Торра йоралла синзэм [Сöлдалык 1873:5]; Эй эрех ĕçекен çын арăмĕ! Эсĕ те упăшкушăн пĕр чарăнмасăр Турă Амăшне кĕл ту, Турра юрăхлă пулса ирттернĕ çынсене те (святойсене) кĕл ту <…> [Добродетельные 1910:21].

священник

çылăха каçарттаракан атте. Пирĕн тата уйрăм атте (священник), тăван атте-анне, хамăрпа пĕр тăвансем, пуçлăхсем, тĕрĕс тĕнлĕ Христос çыннисем [Наставление 1896:17].

синедрион

аслă суд. Иудей пуçлăхĕсем аслă суда (Синедриона) пухăннă та пĕр айăпсăр таса Христоса хĕрес çине пăталаса вĕлермелле тунă [Два 1898:5].

сироп

икĕ пай сахăртан, пĕр пай шывран вĕретсе тунă çиме. Апат е пыл, е сахăртан тунă сироп тиекенскер параççĕ (сироп çапла тăваççĕ: 2 пай сахăр, пĕр пай шыв илеççе те ăна вĕретеççĕ) [Хыпар 1907, № 13:100].

сифилис

усал чир. <…> хăшĕ тата пĕтĕм ĕмĕрӳ тăршшĕпе асаплантарать. Çитменнине тата санран вăл урăх çынна та ерет. Çавăн пек чирсенчен пĕрне сифилис теççĕ, вырăссем ăна дурная болезнь теççĕ. Чăвашла – усал чир теççĕ [Членов 1904:1]; Эпир пĕлетпĕр ĕнтĕ: усал чир вăл – ерекен чир, вăл пĕр çынтан тепĕр çынна сикет, вăл чирĕн ерекен япали чирлĕ çыннăн шатри çинчен, кĕсенĕ çинчен е унăн таврашĕнчи япалисем çинчен, е унăн юнех сывă çынна ленксен анчах ăна чир ерме пултарать, сывă çыннăн çав чире ертекен япала ленкнĕ тĕлте ӳт çурăлни, перĕнтерсе ыраттарни е ахаль суран-мĕн пулсан вара усал чирĕ ерекен япали çав тĕлтен унăн ӳчĕ ăшне кĕрсе каять [Членов 1904:7]; Усал чир (сифилис) ан сарăлтăр тесе салтаксене киле ярас чухне командирсем кам çав чирпе чирленине полкри докторсене каламалла тунă <…> [Хыпар 1906, № 17:265].

снаряд

тупă йĕтри. Французсен пĕр вĕреннĕ çынни Ланглуа ятлă çар пуçлăхĕ çак вăрçăра мĕн чухлĕ снаряд (тупă йĕтĕри), мĕн чухлĕ патрон (пăшал пуллин кĕпçи) пĕтнине хисеп тунă [О войне 1915:8].

социал-демократ

патшалăх йĕркине улăштарас тиекен ушкăн. Комитетра пĕр социал-демократ, пĕр социалист-революционер* пулнă. *Социал-демократсем тесе патшалăх йĕркине улăштарас тиекен ушкăна калаççĕ; вĕсем хуласенче ĕçре çӳрекен çынсене улăштарсан улăштараççĕ тесе шанса тăраççĕ; социалист-революционер – ĕçри çынсемшĕн те, хресченсемшĕн те тăрăшакан ушкăн [Хыпар 1906, № 41:647].

социализм

урăхла йĕрке. Вĕсем çĕр çинче урăхла йĕрке тăвасшăн. Вăл йĕркене социализм теççĕ. Социализм тиекен йĕрке пулсан çĕр çинче хуçи те, тарçи те пулмалла мар, пур те пĕрле ĕçлесе ĕçлесе тунине пĕр çĕре пуçтарнине кашнине кирлĕ таран памалла [Хыпар 1906, № 25:401].

союз

ушкăн. Тĕн тĕлĕшĕнчен – кам еплине тытас тет, çавна тытма юрать … унта ушкăнсем (союзсем) тума та, нумайăн пĕр сăмахлă пулса ĕçлеме те ирĕк [Çулталăк 1906:15]; Патшалăхра пурăнакан пур халăхшăн та калаçма, кĕнеке-хаçет çине çырма, пуçтарăнса калаçма ушкăнсем (союзсем) тума ирĕк пултăр [Хальхи 1906:19].

спаçипе

(хальхилле спаççипă) рахмат. Ĕлĕк пĕр Сократ ятлă аслă çын хăй чăн Турра пĕлмен пулсан та çапла каланă: спаçипе (рахмат), манăн арăм усал, арăм манпа урлă пыни мана чăтăма вĕрентет тенĕ [Беседы 1897:51].

стачка

ĕçлекенсем пурте пĕр канаш пулса савăт е хапрăк ĕçне пăрахни. Ĕçлекенсем пурте пĕр канаш пулса савăт е хапрăк ĕçне пăрахса тăнине вырăсла стачка теççĕ [Хыпар 1906, № 2:21]; Вăл эмел – хуçа панчи пур тарçăсем те пĕр харăс ĕçлеме пăрахни. Çапла ĕçлеме пăрахнине стачка теççĕ [Хыпар 1907, № 18:130].

судья

тӳре. Сут йĕркине пирĕн патшалăхра халĕ пĕр енчен – мировой судьясем (тӳресем) … туса тăрать … [Çулталăк 1906:44]; Хăшĕ кунта тӳре (сутие), хăшĕ çар çынни-ши? [Внутреннее 1913:49].

суху

селĕп калаçакан. Ун патне пĕр хăлхасăр, селĕп (суху калаçакан) çынна илсе пынă, ăна аллуна хурсам ун çине тесе йăлăннă [Господа 1898:97].

съезд

ушкăн. Сут йĕркине пирĕн патшалăхра халĕ пĕр енчен – мировой судьясем (тӳресем), мировой судьясен съезд (ушкăн) туса тăрать … [Çулталăк 1906:44].

талăк

, тавлăк сутка. Шыçă мăккăлĕсем çĕрсе пĕвĕрленсен çан-çурăм вĕрийĕ хăш чухне пĕр талăка (суткана) анчах хăварать … [Чума 1897:17]; Аван хурт ами тавлăкра (суткана) тăватă пине яхăн çăмарта тăвать [Календарь 1905:38].

тарçă

чура. Ноланта архиерей пулса пурăннă Святой Павлин хăй ирĕккĕн тарçа (чурана) кайса кĕрĕшнĕ те пит йывăр ĕçсем ĕçленĕ [Поучения 1904:13]; Кам патне тарçа* каяс-ши / çывăхра пĕр хуçа çук. *Чура [Т.К.К. 1912:7].

тăкăс

чăклăх. Халăх пит тăкăсран (чăклăхран) пĕр-пĕрне хĕстереççĕ. Пурте е пиллĕх, е пĕр-пĕр сăмах ыйтасшăн пĕр-пĕринчен малтантарах ĕлкĕрме хĕтленеççĕ [Отец 1904:18].

тăлппӳ

ӳт. Пирĕн пĕр ӳтĕмĕрĕнех епле пай нумай вăл пайсен пуринĕн те епле пĕр йышшĕ ĕç мар, çавăн пек эпир те Христос ячĕпе нумайăн пĕр тăлппӳ (ӳт) пулса тăратпăр, уйăрăмăн пĕр-пĕрин пайĕсем пулатпăр [Послания 1903:65].

тăхран пуçĕ

клевер. … вĕлле хурчĕсем пулмасан тăхран пуçĕн (клевер) вăрри виççĕмĕш пайĕнчен пĕр пайĕ те пулас çук [Хабачев 1910:19].

телескоп

пин çухрăмран кăтартакан подзорная труба. Англия патшалăхĕнче пĕр Гершель ятлă çын пин çухрăмран кăтартакан подзорная труба шухăшласа кăларнă, вăл трубана телескоп теççĕ [Хыпар 1906, № 15:242].

теçетине

, теçеттин тăрăшшĕ 80 хăлаç, сарлакăш 30 хăлаç çĕр. Пĕр теçетинене (тăрăшшĕ 80 хăлаç, сарлакăш 30 хăлаç) ыраш 9 пăтран ытла мар, сĕлĕ 20 пăтавкаран, тулă 12 пăтавкаран ытла мар акас пулать [Бажаев 1908:11]; Хресчене 36 миллион теçетина (хыснан, патша хурăнташĕсен тата пăртак улпутсен çĕрĕсене) валаçсе парсан та вĕсен çĕрĕ 1861-мĕш çулхи чухлĕ анчах аслăланса çитет [Крестьянское 1906:30].

транспорт

карап. Салтаксене пăхса тăракан министр Кавказа пĕр пысăк карап (транспорт) янă [Хыпар 1906, № 26:408].

трахома

суккăрлатакан куç чирĕ. Сайра килте трахома тиекен куç чирĕ çук: пур те пекех çав ерекен чирпе аптраççĕ [Комиссаров 1918:8]; Мĕнрен суккăр пулни çинчен тата та нумай калама пулать те, анчах çынсем пуринчен ытла пĕр йышши куç чирĕпе суккăрланаççĕ, вăл чире докторсем трахома (шатра) теççĕ [Сборник 1903:32].

турат

хунав. Ăна ерипе туртса кăларса пăхсассăн унăн турачĕсем пурте пĕр тĕлтен тухни курăнсах тăрать, çав вырăн вара турат (хунав) тĕвви пулать [Условия 1911:7].

тӳре

укçа хутаççи. Тӳрене укçа хураççĕ. Çав тӳре тени халь те пур, Чунтер пурăннă çуртра пĕр лаçра шур сурпан çакăнса тăрать. Унта укçа хутаççи çакнă. Çавна тӳре теççĕ [Чунтеров 1988:21].

тӳре

яла, вулăса пăхса тăракан пуçлăхсем. Ял канлĕ, лăпкă пултăр тата пĕр-пĕрне хур ан туччăр тесе ялсене пăхса тăма пуçлăхсем суйлаççĕ; ялсене пăхса тăма старастасемпе сутниксем суйлаççĕ, вулăсчĕсем нумай ялсенчен пулаççĕ, е ял пыçак пулсан пĕр ялтан кăна пулаççĕ; çавăнпа вулăса пăхса тăма старшинасемпе тӳресем суйлаççĕ <…> [Объяснительные 1903:66].

тӳрĕ çӳрекен

вăрламан, çын япалине пĕр ыйтмасăр илмен çын. Чăнахах та вăл çынччĕ: / ĕçчен, намăс пĕлекен / йĕп пек тӳрĕ çӳрекен1).1) Вăрламан, çын япалине пĕр ыйтмасăр илмен çын [Падияров 1912:1].

тынă

свидетель. Ĕлĕк-авал пирĕн чăвашсем çын пĕр-пĕр ĕç тунине хăй куçĕпе курнă çынна тынă тенĕ <…> [Хыпар 1906, № 10:161].

ураса

типĕ. Урасинче (типпинче) кăнтăрла ĕçмеççĕ, çимеççĕ, çĕрле темскер те пĕр хăтланса пĕтеççĕ. Апла типĕ – типĕ те мар [Жизнь 1905:38–39].

устав

йĕрке. Александр II кăларнă устав (йĕрке) тăрăх (1964 ç. ноябрĕн 20 кунĕ), Россияра сута час, тĕрĕс, шеллеса (хĕрхенсе) пуриншĕн те пĕр тăвас пулать [Çулталăк 1906:44]; Чиркӳ уставĕ (йĕрки) тăрăх праçник кунĕ каçа сулăнсан каçхи кĕлĕрен тухсан вара уяв пĕтет [Поучения 1904:16].

факультет

университетри ушкăнсем. <…> кашни кĕпĕрне хушшинче пĕр аслă школа тăвас пулать. Вăл школа хальхи университетри пек темиçе ушкăна (çапла уйăрнине вырăсла факультет теççĕ) уйăрас пулать <…> [Хыпар 1906, № 9:145].

фарисей

Иудейсен хушшинче фарисей тесе пит кĕл тăвакан пек курăнасшăн тăрăшакансене, хăйсене хăйсем таса, пĕр çылăхсăр вырăнне хуракансене каланă <…> [Наставление 1896:102].

фонограф

калаçакан машина; сасă ӳкерекен машина. Кам та пулсан хăйĕн ашшĕ-амăшин, ачи-пăчин е çывăх, е пĕр-пĕр чаплă çын сассине ĕмĕрлĕхе хăварас тесен сасă ӳкерекен машина пур [Çулталăк 1913:17].

хăпарт

улăхтар. Афон тăвĕ çинче пурăннă пĕр святой çын тинĕс хĕрринчен çӳлĕ ту çине хăйĕн çӳрăмĕ çинче тул çăнăх миххисем хăпарта-хăпарта (улăхтара-улăхтара) пурăннă [Поучения 1904:13].

хăрах йăран

500 тăваткал чалăш. Çакăн пек суха пуçпе, ырхан лашапа кунне пĕр хăрах йăрантан (500 тăваткал чалăш) мала сухалас çук [Степанов 1908:3].

хĕрӳ

ăшă, шăрăх. Вăл (Александр. – Э.Ф.) чăнах та 20-35 градус хĕрӳ (ăшă) пулнă вăхăтра пĕр ĕçмесĕр-çимесĕр 16 кун пурăннă <…> [Милость 1913:8]; Пĕтĕм пахча илемлĕн курăнса ларнă, çуллахи хĕрӳ (шăрăх) кунсенче сулхăнта канса ларма аван пулнă [Селивановский 1913:12].

хитон

çанăллă кĕпе пек тум-тир. Нина каланă тăрăх, Мириан патша Христосăн¹ хитонне пытарнă вырăна тупасшăн тăрăшнă. ¹Хитон вăл − çанăллă кĕпе пек, пĕр хутăн та, икĕ хутăн та тăхăнма юракан тум-тир. Христос хитонне çĕлесе туман, ăна Турă Амăшĕ хăй аллипе тĕртсе тунă [Святая 1909:2122].

хуйхăр

пăшăрхан. Çырава пит нумай, пит ăста вĕреннĕ чăвашсем учитĕле е священнике, е урăх аслăрах вырăна кĕреççĕ, ăна эсир хăвăр та пĕлетĕр; анчах уншăн пирĕн хуйхăрас (пăшăрханас) пулмасть <…> [О грамотности 1897:8]; Пĕр-пĕр усал пулсан эсир пит хуйхăратăр (пăшăрханатăр) пулĕ, – ан хуйхăрăр: сирĕн хуйхăр Христос Элион тăвĕ çинче хуйхăрнинчен йывăрах пулас çук [Два 1898:10].

хуна

ĕрче. Пĕр иртнĕ çĕр çул хушшинчех Хусан таврашĕнче тутарсем пит хунаса (ĕрчесе) вăйланса карĕç <…> [Комиссаров 1918:14].

чăтуллă

тӳсĕмлĕ. Эсир Христос тĕнлĕ ырă кĕтӳçĕсем пулăр, йăваш çынсем, чăтуллă (тӳсĕмлĕ) çынсем пулăр, пĕр-пĕрне, ял-йыша юратса пурăнăр, выльăха-чĕрлĕхе те кăмăлтан юратса хĕрхенсе çӳрĕр [Поучения 1904:36].

четверик

пĕр пăта яхăн виçе. <…> хресченсем улпут çĕрне акнăшăн кишни çул 15 четверик* сĕлĕ <…> улпута памалла пулнă. *Четверик пĕр пăта яхăн [Хыпар 1906, № 37:576].

четвĕрт

пĕр чăпта. … вĕтĕ пĕрчĕллĕ вăрлăхĕ пĕр четвĕрчĕ 8 пăт та 23 кĕрепенке анчах туртнă. (Четвĕрт вăл пĕр чăпта) [Каким 1911:3].

чечеке лар

çурăл. <…> улма йывăççисем пĕр çул вăй-хăват хатĕрлеççĕ те тепĕр çуркунне шап-шурă чечеке лараççĕ (çурлаççĕ) <…> [Хыпар 1907, № 4:28].

чикмек

пусма. Çав вăхăтрах тата уçăлса кайнă чӳрече тĕлĕнче пĕр арăм кăшкăра пуçланă: «Чикмек (пусма) парăрччĕ часрах! …» – тенĕ [Романов 1984:325]; çавăн чухне вăл тĕлĕкĕнче пĕр пусма (чикмек) курнă <…> [Наставление 1896:34].

чиновник

патша тарçи. Патшалăха пĕр çын хăй ирĕкĕпе тытса тăракан çĕрсенче хут çинче патшалăха патша тытса тăнă пекех пулать, анчах пурнăçра ун пек мар, патшалăха патша мар, унăн тарçисем (чиновниксем) тытса тăраççĕ [Ширновой 1917:14].

чуп

аçа пĕл. Амисем аçана пĕлсенех (чупсанах) хĕл каçма тепĕр çул валли пĕр çулхи туратсен хуппи çине çăмарта туса хăвараççĕ [Яблонная 1915:6].

шел

шалккă. Пысăк укçа илсе вак укçа пама шел (шалкă) мар, анчах тавар сутас ĕç пулмĕ тесе пĕр вăхăтра Иоанн атте çине ăшăмра çилентĕм [Отец 1904:31].

шелле

хĕрхен. … Россияра сута час, тĕрĕс, шеллесе (хĕрхенсе) пуриншĕн те пĕр тăвас пулать [Çулталăк 1906:44]; Çапла чăркуçланса Турра кĕл тума юратакан патша никама та шеллессине (хĕрхенессине) пĕлмен [Хыпар 1917, № 1:1].

шетник

пысăк катка. Ăна (выльăх апатне. – Э.Ф.) ак çапла хатĕрлеççĕ: пысăк катка (шетник) çине пучах, арпа е улăма тураса тултараççĕ те çăнăхпа тăвар сапаççĕ, унтан вĕри шыв сапса пусараççĕ, каткине пĕр тавлăка яхăн витсе тăратас пулать [Çулталăк 1910:5–6].

эллин

грек. Чăн малтан Христос вĕрентнине Израиль халăхĕ хушшинчи суйланисем ĕненнĕ, вĕсем хыçĕнчен Христос Хăй çӳренĕ çĕр çывăхĕнчи халăхсем ĕненсе тата ытти халăхсене те вĕрентсе ĕнентернĕ. Çавăн пек халăхсенчен пĕр чаплă халăх авалхи эллинсем (грексем) пулнă [В память 1888:1]; Святой Прокопий çапла Христос çинчен эллинсен (грексен) кĕнеки çинче çырнă сăмахсемпех каласа кăтартнă <…> [Жизнь 1903:21].

эмелçĕ

лекĕр. Вилес уммĕн вăл пĕр нумай вĕреннĕ чаплă эмелçе (лекĕре) Христос енне çавăрса тĕне кӳртнĕ [Избранные (январь) 1904:10].

эпиш карчăк

мăчавăр. Тата эпиш (апăс) карчăксем (мăчавăрсем) те ахалех тумаççĕ, вĕсем те пĕр-ик тенке çитереççĕ [Çулталăк 1903а:33]. › мунчавăр.

çенаттăр

(хальхилле сенатор) Римри аслă, ватă çын. Иисус Христос çураличчен 390 çул малтан галлă ятлă тискер халăхсем Рим халăхĕ çине вăрçăпа пынă. Рим çыннисем вĕсене хирĕç тăма пултарайман. Çавăнпа вĕсем хуларан пăрахса тарнă <…>. Хулана пĕр çенаттăрсем (аслă, ватă çынсем) анчах тăрса юлнă [Третья 1911:13].

çĕр

I. я.я. каç. Вăрмантан пĕр çĕр (каç) иртмесĕр килеймерĕмĕр [Чунтеров 1988:24].

çĕт

çухал. Июнĕн 11-мĕш кунĕнче Евфимий Максимовăн Александр ятлă ултă çулхи пĕртен-пĕр ывăлĕ вăрманта çĕтнĕ (çухалнă) [Милость 1913:6].

çилентер

(хальхилле çиллентер) кӳрентер. Эпир ăна (Н.И. Ильминские. – Э.Ф.) пурсăмăр та хамăра çуратса ӳстернĕ атте-аннесене хисепленĕ пек савса хисеплеттĕмĕр, ăна çилентересрен (кӳрентересрен) пит хăраттăмăр, вăл мĕн вĕрентнине класра лайăх каласа параймасан вăтанса хĕрелсе каяттăмăр, пĕр-пĕр усал ĕç туса намăсланнă пек унăн умĕнче вăтанса тăраттăмăр [О Николае 1893:4].

çиме

апат. Лаша (апачĕ) çими юлашкисене, тислĕксене кайсанах çĕр айне пытарас пулать е çунтарас пулать <…> [Исаев 1882:9]; Вĕсем хăйсене валли пĕр пĕчĕккерех кимĕ (лодка) тытнă та хăйсене темиçе кунлăх çиме (апат), хуралт-мĕн тума, хирте ĕçлеме хатĕрсем илсе Турă çине шанса тинĕсе тухса кайнă [Избранные 1905:59].

çул пыран

иртен-çӳрен. Вĕсем патне пĕр-пĕр иртен-çӳрен (çул пыран) кĕрсен вĕсем ăна ĕçтернĕ, çитернĕ <…> [Рассказы 1909:3].

çӳре

çăвăр. Вĕллере хурт амĕш пĕрре кăна. Вăл асли пулса нимĕскер те хушса-кăтартса çӳремест, пĕр май çăмарта тăвать – çӳре (çăвăр) сапать … [Хабачев 1910:15]; … вăл кашни çул çӳре (çăвăр) клармассерен çӳре кипки юлнипе хуралса чакалать те хытса каять [Сергеев 1907:3].

Чĕрчун ячĕсен чăваш-вырăс-латин словарĕ

амёба

амёба — amoeba [суя ураллисен йăхĕнчи пĕр клеткăллă чĕрчун]

арцелла

арцелла — arcella [суя ураллисен йăхĕнчи пĕр клеткăллă чĕрчун]

балантиди

балантидий — bаlantidium соli [инфузори йăхĕнчи этем пыршинче паразитла пурăнакан пĕр клеткăллă чĕрчун]

вольвокс

вольвокс — volvox [жгутиклĕ, пĕр клеткăллă чĕрчун]

грегарина

грегарина — gregarinida [спорăллă, пĕр клеткăллă чĕрчун]

инфузори

инфузория — infusoria [пĕчĕк тĕклĕ, пĕр клеткăллă чĕрчун]; пушмак евĕрлĕ инфузори инфузория-тeфелька — paramecium caudatum; чĕлĕм евĕрле инфузори инфузория-трубач — stentor coeruleus

каç çути

ночесветка — noctiluca miliaris [тинĕсре пурăнакан жгутиклă пĕр клеткăллă чĕрчун]

кокциди

кокцидия — coccidia [спорăллисен йăхĕнчи этемпе выльăхсене чирлеттерекен пĕр клеткăллă чĕрчун]

коловратка

коловратка — rotatoria [шывра пурăнакан хурт евĕрлĕ шăмăсăр чĕрчун]; пĕр çăмарталăхлă коловратка однояйчниковая коловратка — monogonota; сĕлĕхле коловратка пиявковидная коловратка — bdelloidea

лейшмани

лейшмания — leishmania [этеме чирлеттерекен жгутиклă пĕр клеткăллă чĕрчун]

лямбли

лямбли — lamblia uitestinalis [этем пыршинче паразитла пурăнакан жгутикла пĕр клеткăллă чĕрчун]

опалина

опалина — opalina [шапа пыршинче паразитла пурăнакан жгутиклă, пĕр клеткăллă чĕрчун]

радиоляри

радиоляри — radiolaria [суя ураллисен йăхĕнчи пĕр клеткăллă тинĕс чĕрчунĕ]

сив чир паразичĕ

малярийный паразит — plasmodium vivax [сив чирпе чирлеттерекен пĕр клеткăллă чĕрчун]

тĕве

верблюд — camelus [пушхирте пурăнакан, кавлекен, мозоль ураллă пысăк чĕрчун]; ик курпунлă тĕве двугорбый верблюд (бактриан) — camelus bactrianus; пĕр курпунлă тĕве одногорбый верблюд (дромадер) — camelus dromedarius

фораминифера

фораминифtра— foraminifera [суя ураллисен йăхĕнчи извеçлĕ, пĕр клеткăллă чĕрчун]

хĕвел ури

солнечник — actinosphaerium lichhorni [суя ураллисен йăхĕнчи пĕр клеткăллă тинĕсре пурăнакан чĕрчун]

хламидомонада

хламидомонада — chlamydomonas angulosa [жгутиклă пĕр клеткăллă чĕрчун]

шыв ашакĕ

водяной ослик — asellus aquaticus [пĕр тан ураллă пĕчĕк рак]

эвглена

эвглена — euglena viridis [шывра пурăнакан симĕс тĕслĕ пĕр клеткăллă чĕрчун]

Федотовăн «Тĕне кĕмен чăвашсен ячĕсем» словарĕ

Тăхтаман

яз. и. м. Рысайк., Ялюха М., Рекеев, Патраклă, Сред. Юм., Иревли, Менча Ч., СПВВ, ИА. Тăхтаман — çуралнă ачасем вилсех пырсан улăштаракан ят, улăштарса хуракан ят... Пĕр çыннăн аслă ывăлĕсем вилсе пĕтсен, пĕр кĕçĕн ывăлĕ анчах юлсан, ăна Тăхтаман тенĕ (Ашм. Сл. XV, 10-11). См. Тохтаман.

Этимологи словарĕ (1996)

авăк

Короткий промежуток времени (слово употребляется в некоторых выражениях). Пĕр авăк значит небольшой промежуток времени. Пĕр авăка пырĕ-ха. Пока будет ладно и это. Весьма вероятно, что это слово, свойственное низовому наречию, произошло от тат. авык некоторое количество (Ашм. Сл. IА, 43-44). Тогда выходит, что чув. пĕр авăк < тат. беравык некоторое время ~ казах. ауык чуточку, ауык-ауык временами, время от времени (Егоров ЭСЧЯ, 19).
Др. -тюрк. еväк торопливый, спешащий; поспешный, скорый; поспешность, спешка < еv- спешить, торопиться (ДТС, 189). Если данное древнетюркское сближение корректно, трудно объяснить переход др.-тюрк. е- в тат. а-, тогда как др.-тюрк. е > чув. а вполне закономерен: др.-тюрк. er муж, мужчина > чув. ар, но тат. ир; др.-тюрк. Edil (географическое название реки Волги) > чув. Атăл, но тат. Идел; др.-тюрк. еn- спускаться, сходить; опускаться, падать (о снеге) > чув. ан-, но тат. иң- и т. д.

В.Г. Егоров редакциленĕ чăвашла-вырăсла словарь (1935)

фальш

фальшь
обман

пирте пĕр фальш та çук — в нас (с нашей стороны) нет фальши

Чӑвашла топонимсен онлайн словарӗ

Уйриçурт тăрăхĕ

Санкассинчен (Красноармейски районĕ) анăçалла вырнаçнă лапам, вăл Санькасси çăвинчен çӳрçĕрелле вырнаçнă. Хăй вăхăтĕнче, Ăсан Уçăпĕ каланă тăрăх, унта хуторла пĕр çемье пурăннă.

Сименкке касси

Кивĕ Ӳселти (Тутарстан, Аксу районĕ) Пушкин урамĕн пĕр пайĕн ячĕ (1,2,4,5,6,8,10,12-мĕш çуртсем унта вырнаçнă).

Униче

Сурăмхĕрри (Красноармейски районĕ) ялĕнчи Тĕп урамăн пĕр пайĕн ячĕ.

Çавăн пекех пăхăр:

пĕнк пĕнтĕки пĕнчах пĕпĕр « пĕр » пĕр ... урăх пĕр çăмарталăхлă коловратка пĕр çĕр хутăштарни пĕр çĕре пĕр çĕрлĕ

пĕр
Сăмаха тĕплĕ ăнлантарман
 
Хыпарсем

2022, раштав, 08
Сайт дизайнне кӑшт ҫӗнетнӗ, саспаллисен страницинче хушма пайлану кӗртнӗ //Александр Тимофеев пулӑшнипе.

2015, утă, 30
Шыранӑ чухне ӑнсӑртран латин кирилл саспаллисем вырӑнне латин саспаллисене ҫырсан, сайт эсир ҫырнине юсама тӑрӑшӗ.

2015, утă, 30
Шырав сӑмахӗсене сӗннӗ чухне малашне вӑл е ку сӑмаха унччен миҫе шыранине тӗпе хурса кӑтартӗ.

2015, утă, 29
Сăмах шыранӑ чухне малашне сайт сире сăмахсарсенче тĕл пулакан вариантсене сĕнĕ.

2014, пуш, 25
Мобиллă хатĕрсемпе усă куракансем валли сайта лайăхлатрăмăр //Мирон Толи пулăшнипе.

2011, утă, 20
Вырăсла-чăвашла сăмахсарпа пуянланчĕ.

2011, утă, 19
Сăмахсарсен çĕнелнĕ сайчĕ ĕçлеме пуçларĕ.

2011, утă, 16
Сайтăн çĕнĕ версийĕ хатĕрленме пуçларĕ.

Пӳлĕм
Сайт пирки

Ку сайтра чăваш сăмахсарĕсене пухнă. Эсир кунта тĕрлĕ сăмахсен куçарăвне, тата ытти тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тупма пултаратăр.

Счетчики
Пулăшу

Эсир куçаракан укçа хостингшăн тӳлеме, çĕнĕ сăмахсарсем кĕртме, Ашмарин хатĕрленĕ сăмах пуххине сканерлама кайĕ.

RUS: Переведенные вами средства пойдут на оплату хостинга, добавление новых словарей, сканирование словаря Ашмарина.

Куçармалли счётсем:

Yoomoney: 41001106956150